﻿<?xml version="1.0" encoding="UTF-8"?>
<bible translation="Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009" link="https://www.bible.com/bible/4367/MAT.1.CHB" status="© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009">
	<testament name="Old">
		<book number="1">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӗрӗн сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те пулман, тӗпсӗр шыв тӗлӗнче тӗттӗм тӑнӑ, шыв ҫийӗн Турӑ Сывлӑшӗ варкӑшнӑ.</verse>
				<verse number="3">Турӑ каланӑ: ҫутӑ пултӑр, тенӗ. Ҫутӑ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Турӑ ҫутӑ аваннине курнӑ та, Турӑ ҫутта тӗттӗмрен уйӑрнӑ.</verse>
				<verse number="5">Турӑ ҫутта — кун, тӗттӗме каҫ тенӗ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пӗрремӗш кун.</verse>
				<verse number="6">Турӑ каланӑ: шыв хушшинче тӗрек пултӑр, вӑл шыва шывран уйӑрса тӑтӑр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.]</verse>
				<verse number="7">Турӑ тӗрек туса карнӑ та тӗрек айӗнчи шыва тӗрек тӗлӗнчи шывран уйӑрнӑ. Ҫапла пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Тӗреке Турӑ тӳпе тенӗ. [Турӑ ку аваннине курнӑ.] Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: иккӗмӗш кун.</verse>
				<verse number="9">Турӑ каланӑ: тӳпе айӗнчи шыв пӗр ҫӗре пухӑнса тӑтӑр та, типӗ вырӑн тухтӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. [Тӳпе айӗнчи шыв хӑйӗн вырӑнне пухӑнса тӑнӑ та, типӗ вырӑн тухнӑ.]</verse>
				<verse number="10">Типӗ вырӑна Турӑ ҫӗр тенӗ, пухӑнса тӑнӑ шывсене тинӗссем тенӗ. Турӑ ку аваннине курнӑ.</verse>
				<verse number="11">Турӑ каланӑ: ҫӗр ешӗлӳсен, [хӑй йышши, хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, ҫӗр ҫинче хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан ҫимӗҫлӗ йывӑҫсем ӳстертӗр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӗр ешӗлӳсен, хӑй йышши, [хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, [ҫӗр ҫинче] хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан [ҫимӗҫлӗ] йывӑҫсем ӳстерсе кӑларнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.</verse>
				<verse number="13">Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: виҫҫӗмӗш кун.</verse>
				<verse number="14">Турӑ каланӑ: [ҫӗре ҫутатса тӑма тата] куна каҫран уйӑрса тӑма, хӑватсем кӑтартма тата вӑхӑта, куна, ҫулталӑка палӑртса тӑма тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫутӑсем пулччӑр;</verse>
				<verse number="15">ҫӗр ҫине ҫутӑ ярса тӑмашкӑн вӗсем тӳпе тӗрекӗ ҫинчи ҫутаткӑҫсем пулччӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Турӑ икӗ пысӑк ҫутӑ тунӑ: пысӑкрах ҫутине куна тытса тӑма, пӗчӗкрех ҫутине каҫа тытса тӑма тунӑ, ҫӑлтӑрсем те тунӑ;</verse>
				<verse number="17">Турӑ вӗсене тӳпе тӗрекӗ ҫине лартнӑ: ҫӗре ҫутатса тӑма,</verse>
				<verse number="18">кунпа каҫа тытса тӑма, ҫутта тӗттӗмрен уйӑрса тӑма лартнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.</verse>
				<verse number="19">Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: тӑваттӑмӗш кун.</verse>
				<verse number="20">Турӑ каланӑ: шывра чӗрӗ чунсем кӗшӗлтетчӗр; ҫӗр ҫийӗн, тӳпе тӗрекӗ айӗн вӗҫен кайӑксем вӗҫсе ҫӳреччӗр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.]</verse>
				<verse number="21">Шывра пулса тӑнӑ мӑн пулӑсене, шывра кӗшӗлтетекен пур тӗрлӗ чӗрӗ чуна Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.</verse>
				<verse number="22">Турӑ вӗсене пилленӗ: хунӑр, йышлӑланӑр, тинӗс шывӗсене тулӑр, ҫӗр ҫинче вӗҫен кайӑксем ӗрчеччӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пиллӗкӗмӗш кун.</verse>
				<verse number="24">Турӑ каланӑ: ҫӗр ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе чӗрӗ чунсем кӑлартӑр, выльӑхсем, ҫӗлен-калтасем, тискер кайӑксем ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе кӑлартӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, выльӑхсене те ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, пур ҫӗлен-калтана та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.</verse>
				<verse number="26">Турӑ каланӑ: Хамӑр сӑнарлӑ, Хамӑр евӗрлӗ этем тӑвар, вӗсем тинӗсри пулӑсене, тӳпери вӗҫен кайӑксене, [тискер кайӑксене,] выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен мӗнпур ҫӗлен-калтана пуҫ пулса тӑччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Турӑ вара Хӑй сӑнарлӑ этем пултарнӑ, ӑна Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ; вӗсене арҫыннине, хӗрарӑмне пултарнӑ.</verse>
				<verse number="28">Турӑ вӗсене пилленӗ, Турӑ вӗсене каланӑ: хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, [тискер кайӑксене,] тӳпери вӗҫен кайӑксене, [пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре,] ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Турӑ тата каланӑ: акӑ Эпӗ сире пӗтӗм ҫӗр ҫинчи мӗнпур курӑка, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ тӗслӗ курӑка тата йывӑҫ ҫимӗҫӗ кӳрекен, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ йывӑҫ патӑм, — ҫакӑ сире апат валли пулӗ;</verse>
				<verse number="30">пӗтӗм чӗрӗ чуна — ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑка, тӳпери мӗнпур вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур [ҫӗлен-калтана] — апат валли Эпӗ пӗтӗм ешӗл курӑка патӑм, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="31">Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: улттӑмӗш кун.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Тӳпепе ҫӗре тата вӗсен мӗнпур ҫарне ҫапла йӗркелесе туса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="2">Хӑй тӑвакан ӗҫӗсене Турӑ ҫиччӗмӗш кун тӗлне туса ҫитернӗ, тумалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, ҫиччӗмӗш куна Вӑл канлӗхлӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="3">Турӑ ҫиччӗмӗш куна пилленӗ, ӑна сӑваплӑ тунӑ, мӗншӗн тесессӗн Хӑйӗн тумалли, пултармалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, Вӑл ҫав куна канлӗхлӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="4">Тӳпепе ҫӗр ҫапла пулса кайнӑ, вӗсене ҫапла пултарнӑ, ҫавӑн чухне, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗрпе тӳпене пултарсассӑн,</verse>
				<verse number="5">ҫӗр ҫинче нимӗнле ӳсентӑран та, нимӗнле курӑк та ӳсмен-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарман, ҫӗр ӗҫлесе тӑма этем те пулман,</verse>
				<verse number="6">анчах ҫӗр ҫинчен пӑс тухса тӑрса пӗтӗм ҫӗр питне шӑварса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Хӗвелтухӑҫ енче, Эдемра, Ҫӳлхуҫа Турӑ рай пахчи лартса ӳстернӗ, Хӑй пултарнӑ этеме ҫавӑнта вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тӗрлӗ йывӑҫ ӳстерсе кӑларнӑ: пӑхма — илемлӗ, апат валли лайӑх пулнӑ вӗсем; рай варринче вара чӗрӗлӗх йывӑҫӗ тата ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ӳстернӗ.</verse>
				<verse number="10">Рая шӑварса тӑмашкӑн Эдемран юханшыв юхса пынӑ; унтан вӑл туратланса тӑватӑ юханшыв пулса кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Пӗри Фисон ятлӑ пулнӑ, вӑл пӗтӗм Хавила ҫӗрӗ тавра юхса выртать, унта ылтӑн пур;</verse>
				<verse number="12">ҫав ҫӗрти ылтӑн паха; унта бдолах тата оникс чулӗ пур.</verse>
				<verse number="13">Иккӗмӗш юханшывӗн ячӗ Гихон [Геон]: вӑл пӗтӗм Куш ҫӗрӗ тавра юхса выртать.</verse>
				<verse number="14">Виҫҫӗмӗш юханшывӗн ячӗ Хиддекель [Тигр]: вӑл Ассири умӗнчен юхса иртет. Тӑваттӑмӗш юханшывӗ — Евфрат.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Турӑ [Хӑй пултарнӑ] этеме ертсе пынӑ та ӑна Эдем пахчине — ҫавӑнта ӗҫлесе тӑма, пахчана сыхласа тӑма — вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫапла вӗрентсе каланӑ: эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн,</verse>
				<verse number="17">анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Турӑ тата каланӑ: этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Хирти мӗнпур чӗрчуна, тӳпери пур вӗҫен кайӑка Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тунӑ, унтан, вӗсене мӗнле ят панине курас тесе, чӗрӗ чунсем хӑйсене этем мӗнле ят парӗ, ҫавӑн ятлӑ пулччӑр тесе, [вӗсене] этем патне ертсе пынӑ.</verse>
				<verse number="20">Этем пур выльӑх-чӗрлӗхе, тӳпери пур вӗҫен кайӑка, хирти пур тискер кайӑка ят хурса тухнӑ; анчах этем валли ӑна пулӑшса тӑма ун евӗрлӗскерӗ тупӑнман.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Турӑ этем ҫине тарӑн ыйхӑ янӑ; вӑл ҫывӑрса кайсассӑн, унӑн аяк пӗрчисенчен пӗрне кӑларса илнӗ те ҫав вырӑна ӳт илтернӗ.</verse>
				<verse number="22">Этемрен илнӗ аяк пӗрчинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑм тунӑ та ӑна этем патне ертсе пынӑ.</verse>
				<verse number="23">Вара этем каланӑ: акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт; артан, [хӑй] упӑшкинчен, илнӗрен ӑна арӑм тейӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсем иккӗшӗ те — Адам та, арӑмӗ те — ҫарамас пулнӑ, пӗр-пӗринчен вӑтанман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Турӑ пултарнӑ хир кайӑкӗсенчен ҫӗлен пуринчен те чеерех пулнӑ. Ҫӗлен арӑма каланӑ: Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Арӑм ҫӗлене каланӑ: эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр,</verse>
				<verse number="3">Турӑ: рай варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫеҫ ан ҫийӗр, терӗ, вӗсене ан тӗкӗнӗр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӗлен арӑма каланӑ: ҫук, вилместӗр,</verse>
				<verse number="5">Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх иккен, куҫпа пӑхма та хитре иккен, пӗлӳ парассипе те сӑхлантарать иккен, — арӑм ҫакна курнӑ та унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ; тата упӑшкине те панӑ, вӑл та ҫинӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ иккӗшӗн те куҫӗсем уҫӑлнӑ, вӗсем хӑйсем ҫарамас пулнине пӗлнӗ; вара смоква йывӑҫӗн ҫулҫисене сыпа-сыпа ҫӗлесе пилӗкӗнчен ҫакса янӑ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем кун сулхӑнлатнӑ вӑхӑтра райра ҫӳрекен Ҫӳлхуҫа Турӑ сассине илтнӗ; Адампа унӑн арӑмӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнчен райри йывӑҫсем хушшине пытаннӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Турӑ Адама чӗнсе: [Адам,] эсӗ ӑҫта? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл: эпӗ Санӑн сассуна райра илтрӗм те хам ҫарамас пулнипе хӑраса пытантӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">[Турӑ] каланӑ: эсӗ ҫарамассине сана кам каларӗ? Эпӗ ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимерӗн-и эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Адам каланӑ: йывӑҫ ҫимӗҫне мана ҫав арӑм, Эсӗ панӑскер, пачӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑма каланӑ: эсӗ капла мӗн турӑн? тенӗ. Арӑм: мана ҫӗлен илӗртрӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна тунӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫисе пурӑнӑн;</verse>
				<verse number="15">санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Арӑма каланӑ: эсӗ йывӑр ҫын чухне санӑн асапна ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пырӑп; ачусене тертленсе ҫуратӑн; эсӗ упӑшкушӑн тӗмсӗлӗн, вӑл вара санӑн хуҫу пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Адама вара ҫапла каланӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑранса пурӑнӑн;</verse>
				<verse number="18">ҫӗр сана йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем ӳстерсе парӗ; эсӗ хирти курӑкпа тӑранса пурӑнӑн;</verse>
				<verse number="19">ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Адам хӑйӗн арӑмне Ева ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗтӗм пурӑнакансенӗн амӑшӗ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Турӑ Адампа унӑн арӑмӗ валли тир тумтирсем туса вӗсене тӑхӑнтартнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Турӑ каланӑ: акӑ Адам, ырӑпа усала пӗлсе, Пирӗнтен пӗри пек пулса тӑчӗ; халӗ ӗнтӗ вӑл тата, аллине тӑсса, чӗрӗлӗх йывӑҫӗн ҫимӗҫне те татса ан ҫитӗр, ӗмӗрех пурӑнмалла ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӗртен илнӗскер ҫӗр ӗҫлесе пурӑнтӑр тесе Ҫӳлхуҫа Турӑ ӑна Эдем пахчинчен кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="24">Адама хӑваласа янӑ та чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сыхламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Адам хӑйӗн арӑмӗпе Евӑпа хутшӑннӑ; Ева йывӑр ҫын пулса Каина ҫуратнӑ, вӑл: эпӗ Ҫӳлхуҫаран ҫын тупрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Тата унӑн шӑллӗне, Авеле, ҫуратнӑ. Авель — сурӑх кӗтекен ҫын, Каин ҫӗр ӗҫлекен ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Каин Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫимӗҫӗ парне кӳнӗ,</verse>
				<verse number="4">Авель те хӑйӗн кӗтӗвӗнчи малтан ҫуралнӑ путексене, чи самӑррисене, парне кӳнӗ. Ҫӳлхуҫа Авеле те, унӑн парнине те кӑмӑл тунӑ,</verse>
				<verse number="5">Каина вара хӑйне те, унӑн парнине те кӑмӑл туман. Каин питӗ тарӑхнӑ, пуҫне чиксе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: эсӗ мӗншӗн тарӑхрӑн? мӗншӗн эсӗ пуҫна чикрӗн?</verse>
				<verse number="7">ырӑ тунӑ чухне пуҫна ҫӗклеместӗн-и? ырӑ тумастӑн пулсассӑн, алӑку умӗнче ҫылӑх выртать; вӑл сана хӑй патне туртать, анчах эсӗ ӑна пӑхӑнтар, ӑна пуҫлӑх пул, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, каланӑ: [атя хире каяр,] тенӗ. Хире тухсассӑн, Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, хирӗҫ тӑрса ӑна вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: Авель шӑллу ӑҫта санӑн? тенӗ. Вӑл: пӗлместӗп; эпӗ шӑллӑма хуралҫӑ-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">[Ҫӳлхуҫа] каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? санӑн шӑллу юнӗн сассийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет;</verse>
				<verse number="11">санӑн аллу тӑкнӑ юна, санӑн шӑллун юнне, ҫӑтнӑ ҫӗр халӗ сана ылханчӗ;</verse>
				<verse number="12">эсӗ ҫӗр ӗҫленӗ чухне вӑл сана текех хӑйӗн вӑйне парса тӑмӗ, ҫӗр ҫинче эсӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Каин Ҫӳлхуҫа [Турра] каланӑ: ман ҫине хунӑ хаса чӑтас чӑтӑмран та пысӑкрах:</verse>
				<verse number="14">акӑ Эсӗ халӗ мана ҫӗр ҫинчен хӑваласа яратӑн, эпӗ Санӑн куҫу умӗнчен ҫухалӑп, ҫӗр ҫинче эпӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑп; мана тӗл пулакан кирек кам та мана вӗлерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна каланӑ: кам Каина вӗлерӗ, ӑна уншӑн ҫичӗ хут тавӑрмалла, тенӗ. Каина тӗл пулса никам та ан вӗлертӗр тесе, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна паллӑ тунӑ.</verse>
				<verse number="16">Вара Каин Ҫӳлхуҫа умӗнчен пӑрахса кайнӑ, вӑл Эдемран тухӑҫалла, Нод ҫӗрне, кайса вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="17">Каин хӑйӗн арӑмӗпе хутшӑннӑ; арӑмӗ, йывӑр ҫын пулса, Еноха ҫуратнӑ. Каин хула лартнӑ; хулине ывӑлӗн ячӗпе Енох тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Енохӑн Ирад [Гаидад] ҫуралнӑ; Ирадран Мехиаель [Малелеил] ҫуралнӑ; Мехиаелӗн Мафусал ҫуралнӑ; Мафусалран Ламех ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ламех хӑй валли икӗ арӑм илнӗ: пӗри Ада ятлӑ, тепӗри Цилла [Селла] ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ада Иавала ҫуратнӑ: вӑл кӗтӳ кӗтсе чатӑрта пурӑнакансенӗн ашшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Унӑн шӑллӗн ячӗ Иувал: вӑл пӗтӗм кӗслеҫӗсен, шӑхлич калакансен ашшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Цилла та Тувалкаина [Фовела] ҫуратнӑ: вӑл пӑхӑртан тата тимӗртен тӗрлӗ япала туптаса тӑвакан ӑста пулнӑ. Тувалкаинӑн йӑмӑкӗ — Ноема.</verse>
				<verse number="23">Ламех хӑйӗн арӑмӗсене каланӑ: эй Ада, эй Цилла! итлӗр эпӗ каланине; эй Ламех арӑмӗсем! тӑнлӑр ман сӑмахсене: суранӑмшӑн эпӗ ар пулнӑ ҫынна вӗлертӗм, хама амантнӑшӑн яш ачана вӗлертӗм;</verse>
				<verse number="24">Каиншӑн ҫичӗ хут тавӑрас пулсассӑн, Ламехшӑн ҫитмӗл ҫичӗ хут тавӑрӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Адам татах хӑйӗн арӑмӗпе, [Евӑпа,] хутшӑннӑ, Ева ывӑл ача ҫуратнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] Каин вӗлернӗ Авель вырӑнне Турӑ мана тепӗр вӑрлӑх пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Сифӑн та ывӑл ача ҫуралнӑ: вӑл ӑна Енос ятлӑ хунӑ; ҫавӑн чухне вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ятне асӑнса чӗне пуҫланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Адамӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Турӑ этеме пултарнӑ чухне, Вӑл ӑна Хӑй евӗрлӗ тунӑ чухне,</verse>
				<verse number="2">Вӑл вӗсене арҫыннине тата хӗрарӑмне пултарнӑ, вӗсене пилленӗ, вӗсене пултарнӑ кун вӗсене «этем» тесе ят хунӑ.</verse>
				<verse number="3">Адам ҫӗр вӑтӑр [230] ҫул пурӑннӑ та, унӑн хӑй евӗрлӗ, хӑй сӑнарлӑ ывӑл ҫуралнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="4">Сиф ҫуралнӑ хыҫҫӑн Адамӑн кунҫулӗ сакӑрҫӗр [700] ҫула пынӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="5">Адам пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="6">Сиф ҫӗр пилӗк [205] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енос ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="7">Енос ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сиф сакӑрҫӗр ҫичӗ [707] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="8">Сиф пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вуникӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="9">Енос тӑхӑрвунӑ [190] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Каинан ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="10">Каинан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Енос сакӑрҫӗр вунпилӗк [715] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="11">Енос пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="12">Каинан ҫитмӗл [170] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Малелеил ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="13">Малелеил ҫуралнӑ хыҫҫӑн Каинан сакӑрҫӗр хӗрӗх [740] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="14">Каинан пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вунӑ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="15">Малелеил утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Иаред ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="16">Иаред ҫуралнӑ хыҫҫӑн Малелеил сакӑрҫӗр вӑтӑр [730] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="17">Малелеил пурӑннӑ кунҫул пурӗ сакӑрҫӗр тӑхӑрвун пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="18">Иаред ҫӗр утмӑл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енох ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="19">Енох ҫуралнӑ хыҫҫӑн Иаред сакӑрҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иаред пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл икӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="21">Енох утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Мафусал ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="22">Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, Мафусал ҫуралнӑ хыҫҫӑн вӑл тата виҫҫӗр [200] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="23">Енох пурӑннӑ кунҫул пурӗ виҫҫӗр утмӑл пилӗк ҫул пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ; унтан вӑл курӑнми пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ.</verse>
				<verse number="25">Мафусал ҫӗр сакӑрвун ҫичӗ ҫул пурӑннӑ та, унӑн Ламех ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ламех ҫуралнӑ хыҫҫӑн Мафусал ҫичҫӗр сакӑрвун икӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="27">Мафусал пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл тӑхӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="28">Ламех ҫӗр сакӑрвун икӗ [188] ҫул пурӑннӑ та, унӑн ывӑл ача ҫуралнӑ,</verse>
				<verse number="29">хамӑр ӗҫе тунӑ чухне, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ылханнӑ ҫӗре хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе тӑнӑ чухне пире ҫакӑ лӑплантарӗ тесе, Ламех ӑна Ной ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="30">Ной ҫуралнӑ хыҫҫӑн Ламех пилӗкҫӗр тӑхӑрвун пилӗк [565] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="31">Ламех пурӑннӑ кунҫул пурӗ ҫичҫӗр ҫитмӗл ҫичӗ [753] ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="32">Пилӗкҫӗр ҫула ҫитсессӗн Нойӑн [виҫӗ ывӑл] Сим, Хам тата Иафет ҫуралнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫӗр ҫинче этемсем ӗрче пуҫласассӑн, вӗсен хӗрӗсем те ҫуралсассӑн,</verse>
				<verse number="2">Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем илемлине курнӑ та вӗсене кам хӑшне суйланӑ, ҫавна хӑй валли качча илнӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] каланӑ: ҫак ҫынсем Манӑн Сывлӑшӑма ӗмӗрех хирӗҫ тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт анчах; вӗсен кунҫулӗ ҫӗр ҫирӗм ҫул пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче улӑпсем пулнӑ, уйрӑмах вӗсем Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем патне кӗре пуҫласассӑн, кусем вӗсем валли ача ҫурата пуҫласассӑн нумайланнӑ: вӗсем паттӑр ҫынсем, мӗн авалтанпах чаплӑ ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ;</verse>
				<verse number="6">ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ.</verse>
				<verse number="7">Вара Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам пултарнӑ этемсене Эпӗ ҫӗр ҫийӗнчен пӗтеретӗп, этемрен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калта, тӳпери вӗҫен кайӑк таранах пӗтеретӗп, вӗсене пултарнӑшӑн Эпӗ ӳкӗнтӗм ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ной вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче тивлетлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Акӑ Нойӑн пурӑнӑҫӗ: Ной хӑйӗн ӑрӑвӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ; Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="10">Нойӑн Сим, Хам тата Иафет ятлӑ виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ Турӑ куҫӗ умӗнче ҫӗр ирсӗрленсе ҫитнӗ, ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ.</verse>
				<verse number="12">[Ҫӳлхуҫа] Турӑ ҫӗр ҫине пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр пӗтӗмпе ирсӗрленнӗ, пурте хӑйсен ҫӗр ҫинчи ҫулне пӑсса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="13">[Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: пӗтесси ҫитрӗ, мӗн пурри Манӑн умӑмра пӗтӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр вӗсенӗн усал ӗҫӗсемпе тулса ҫитрӗ; акӑ Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="14">Ху валли гофер йывӑҫӗнчен карап ту; карап ӑшӗнче пӳлӗмсем ту, унӑн шалашне те, тулашне те сӑмалапа сӗрсе тух.</verse>
				<verse number="15">Ӑна ҫапла ту: карапӑн тӑршшӗ виҫҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пултӑр.</verse>
				<verse number="16">Карапунта шӑтӑк туса хӑвар, тӑррине пӗр чикене ҫити ансӑрлат, карапа кӗме унӑн айккине алӑк ту; пурӑнмашкӑн ун ӑшӗнче аялти хутне, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш хутне ту.</verse>
				<verse number="17">Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ.</verse>
				<verse number="18">Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑн пекех карап ҫине тата [пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗлен-калтана тата] пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр илсе кӗр, вӗсем санпа пӗрле чӗрӗ юлччӑр; вӗсем аҫаллӑ-амаллӑ пулччӑр.</verse>
				<verse number="20">Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑксен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ ху валли ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ ҫимӗҫ ил, ӑна хӑв патна пухса хур; вӑл саншӑн та, вӗсемшӗн те апат пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ной пӗтӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм;</verse>
				<verse number="2">пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил;</verse>
				<verse number="3">ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвармашкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил,</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑйне мӗн хушнине Ной пӗтӗмпе тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӗр ҫине шыв тулнӑ вӑхӑтра Ной ултҫӗр ҫулта пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ной хӑй те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те ҫӗр ҫине шыв тулас умӗн карап ӑшне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="8">[Таса вӗҫен кайӑксем те, таса мар вӗҫен кайӑксем те,] таса выльӑхсем те, таса мар выльӑхсем те, [тискер кайӑксем те,] ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсем те —</verse>
				<verse number="9">пурте, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, Ной патне карап ӑшне мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн аҫаллӑ-амаллӑ кӗнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫичӗ кунран ҫӗр ҫине талай ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="11">Ной пурӑнӑҫӗн ултҫӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш [27] кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ;</verse>
				<verse number="12">вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫунӑ.</verse>
				<verse number="13">Шӑп ҫав кун Ной карап ӑшне кӗнӗ; Ной ывӑлӗсем те, — Сим, Хам тата Иафет, — Ной арӑмӗ те, унӑн ывӑлӗсен виҫӗ арӑмӗ те унпа пӗрле кӗнӗ.</verse>
				<verse number="14">Хӑйсем те кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пур выльӑх, ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе, вӗҫсе ҫӳрекенсем, пур вӗҫен кайӑк, пур ҫунатлӑ кайӑк та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе</verse>
				<verse number="15">Ной патне карап ӑшне кӗнӗ, ӳтӗнче чӗмӗ пуррисем пурте аҫаллӑ-амаллӑ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӗнӗ;</verse>
				<verse number="16">Ной патне карап ӑшне кӗнӗ пур тӗрлӗ чӗрчун, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, аҫи те, ами те кӗнӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсем кӗнӗ хыҫҫӑн карапа хупса лартнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӗр ҫине шыв хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тулса пынӑ, шыв хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пынӑ та карапа ҫӳлелле ҫӗкленӗ, вӑл ҫӗртен ҫӳлте пулнӑ;</verse>
				<verse number="18">ҫӗр ҫинче шыв вӑйлӑлансах пынӑ, питех те тулса ҫитнӗ, карап шыв ҫийӗн ишсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="19">Шыв ҫӗр ҫине шутсӑр нумай капланса тулнӑ; пӗтӗм тӳпе айӗнчи ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ;</verse>
				<verse number="20">вӗсен тӗлӗнчи шыв вунпилӗк чике чухлӗ хӑпарнӑ, ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӗр ҫинче ҫӳрекен пур чӗрчун та вилсе пӗтнӗ: вӗҫен кайӑксем, выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта, пур ҫын та вилсе пӗтнӗ;</verse>
				<verse number="22">типӗ ҫӗрте пурӑнӑҫ сывлӑшне сӑмсапа сывлаканни пурте вилсе пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем пурте пӗтнӗ; этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, ҫӗлен-калти, тӳпе айӗнчи вӗҫен кайӑкӗ таран — пурте ҫӗр ҫинчен пӗтнӗ, Ной ҫеҫ, унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ.</verse>
				<verse number="24">Шыв ҫӗр ҫинче ҫӗр аллӑ кун тулса пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Турӑ Ноя тата унпа пӗрле карап ӑшӗнче пулнӑ пур тискер кайӑка, пур выльӑх-чӗрлӗхе, [пур вӗҫен кайӑка, шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана] асне илнӗ; вара Турӑ ҫӗр ҫине ҫил янӑ та, шыв тулма чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Тӗпсӗр авӑрӑн ҫӑлӗсем, пӗлӗт чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара тӳперен ҫумӑр ҫума чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Шыв майӗпен ҫӗр ҫинчен каялла кайнӑ, ҫӗр аллӑ кун иртсессӗн шыв чака пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш кунӗнче, карап Арарат тӑвӗ ҫине пырса чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Вуннӑмӗш уйӑха ҫитиччен шыв пӗрмаях чакса пынӑ; вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ту тӑррисем курӑна пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="6">Хӗрӗх кун иртсессӗн Ной хӑй тунӑ карап чӳречине уҫнӑ та</verse>
				<verse number="7">[ҫӗр ҫинчен шыв чакнине пӗлмешкӗн] ҫӑхана кӑларса янӑ; вӑл вӗҫсе тухнӑ та ҫӗр ҫинчи шыв типичченех пӗр аяккалла вӗҫсе кайнӑ, пӗр каялла вӗҫсе килнӗ.</verse>
				<verse number="8">Унтан ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнине пӗлмешкӗн Ной кӑвакарчӑна кӑларса янӑ;</verse>
				<verse number="9">анчах кӑвакарчӑнӗ урине пусса ларса канма вырӑн тупайман та ун патне каялла карап ҫине вӗҫсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пур тӗлте те шыв тӑнӑ; Ной аллине тӑснӑ та ӑна ярса тытса хӑй патне карап ӑшне кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="10">Тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та карап ӑшӗнчен каллех кӑвакарчӑна кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="11">Кӑвакарчӑн ун патне каҫ пуласпа каялла вӗҫсе ҫитнӗ, акӑ сӑмсипе вӑл ҫу йывӑҫҫин ешӗл чӗрӗ ҫулҫине хыпса килнӗ; Ной вара ҫӗр ҫинчен шыв чакса кайнине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та [каллех] кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; кӑвакарчӑн вара ун патне каялла таврӑнман.</verse>
				<verse number="13">[Ной пурӑнӑҫӗн] ултҫӗр пӗрремӗш ҫулӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн [пӗрремӗш] кунӗ тӗлне, ҫӗр ҫинче шыв юлман; Ной карап тӑррине уҫса пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр ҫийӗ кушӑхнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗ тӗлне, ҫӗр пӗтӗмпех типсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ:</verse>
				<verse number="16">эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр;</verse>
				<verse number="17">хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле илсе тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрчеччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вара Ной тухнӑ, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те тухнӑ;</verse>
				<verse number="19">карап ӑшӗнчен мӗнпур тискер кайӑк, [мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх,] мӗнпур ҫӗлен-калта, мӗнпур вӗҫен кайӑк — ҫӗр ҫинче мӗн ҫӳрекенни пурте — ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вара Ной Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ; кашни таса выльӑх ӑрӑвӗнчен, таса вӗҫен кайӑксен мӗнпур ӑрӑвӗнчен илсе, вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="21">Ырӑ шӑршӑ Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнӑ, вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Хӑй ӑшӗнче каланӑ: этем пирки ҫӗре урӑх ылханмӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал; халӗ тунӑ пек тумӑп, пӗтӗм пурӑнакана урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп:</verse>
				<verse number="22">ҫӗр сывӑ чухне акассипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл, кунпа каҫ нихӑҫан та чарӑнса лармӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр];</verse>
				<verse number="2">ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ;</verse>
				<verse number="3">пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп;</verse>
				<verse number="4">анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр;</verse>
				<verse number="5">Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп;</verse>
				<verse number="6">кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ;</verse>
				<verse number="7">эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ноя, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене Турӑ татах каланӑ:</verse>
				<verse number="9">акӑ Эпӗ сирӗнпе тата сирӗнтен кайран килес тӑхӑмӑрпа халал хыватӑп,</verse>
				<verse number="10">сирӗнпе пӗрле пулнӑ пур чӗрӗ чунпа — вӗҫен кайӑксемпе, выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑкпа — карап ӑшӗнчен тухнисемпе пуринпе те, ҫӗр ҫинчи пур чӗрчунпа та халал хыватӑп;</verse>
				<verse number="11">урӑх нимӗнле чӗрчуна та талай шывӗпе пӗтермӗп тесе, текех ҫӗре ҫука хӑваракан талай пулмӗ тесе, Эпӗ сирӗнпе халал хыватӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">[Ҫӳлхуҫа] Турӑ тата каланӑ: Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата сирӗн патӑрти пӗтӗм чӗрӗ чун хушшине ӗмӗртен ӗмӗре яланлӑха хывнӑ халалӑн палли ҫакӑ:</verse>
				<verse number="13">Эпӗ пӗлӗт ҫине асамат кӗперӗ каратӑп, вӑл Манпа ҫӗр хушшине [ӗмӗрлӗхе] хывнӑ халал палли пултӑр.</verse>
				<verse number="14">Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ;</verse>
				<verse number="15">вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.</verse>
				<verse number="16">[Манӑн] асамат кӗперӗ тӳпере пулӗ, Эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа [ҫӗр хушшине,] ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ӳтри кашни чӗрӗ чун хушшине хывнӑ ӗмӗрлӗх халалӑма аса илӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Турӑ Ноя татах каланӑ: Манпа ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни чӗрчун хушшине хывнӑ халал палли ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Нойӑн карап ӑшӗнчен тухнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Сим, Хам тата Иафет. Хам вара Ханаанӑн ашшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫаксем виҫҫӗшӗ Нойӑн ывӑлӗсем пулнӑ; пӗтӗм ҫӗр ҫинчи халӑх вӗсенчен пулса кайнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ной ҫӗр ӗҫлеме пуҫланӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстернӗ;</verse>
				<verse number="21">вӑл иҫӗм эрехӗ ӗҫнӗ те ӳсӗрӗлнӗ, хӑйӗн чатӑрӗнче ҫарамас выртнӑ.</verse>
				<verse number="22">Хам, Ханаан ашшӗ, хӑй ашшӗ ҫарамасне курнӑ та тухса хӑйӗн икӗ тӑванне каласа панӑ.</verse>
				<verse number="23">Симпа Иафет тумтир илнӗ те ӑна хӑйсен хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, кутӑн кӗрсе ашшӗн ҫарамасне витсе тухнӑ; вӗсем хыҫалалла пӑхса пынӑ, хӑйсен ашшӗн ҫарамасне курман.</verse>
				<verse number="24">Ной мухмӑртан урӑлса тӑнӑ та хӑйне кӗҫӗн ывӑлӗ мӗн тунине пӗлсе</verse>
				<verse number="25">каланӑ: Ханаан ылханлӑ пултӑр; вӑл хӑйӗн тӑванӗсем патӗнче чурасенӗн чури пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Унтан каланӑ: Симӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ; Ханаан Симӑн чури пулӗ;</verse>
				<verse number="27">Турӑ Иафет йӑхне хушсах пытӑр, вӑл Сим чатӑрӗсене кӗрсе вырӑнаҫтӑр; Ханаан унӑн чури пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн Ной виҫҫӗр аллӑ ҫул пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="29">Ной пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр аллӑ ҫул пулнӑ, вӑл вара вилнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Ной ывӑлӗсен — Симӑн, Хамӑн тата Иафетӑн — йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ. Талай хыҫҫӑн вӗсен ача-пӑча ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иафет ывӑлӗсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас.</verse>
				<verse number="3">Гомер ывӑлӗсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма.</verse>
				<verse number="4">Иаван ывӑлӗсем: Елиса, Фарсис, Киттим тата Доданим.</verse>
				<verse number="5">Вӗсенчен ӗрченӗ халӑхсем утравсем ҫине ларса тухнӑ; кашнийӗ хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен чӗлхипе калаҫакансемпе пӗрле, хӑйсен ӑрӑвӗнчен тухнисемпе пӗрле, хӑйсен халӑхӗ хушшине вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="6">Хам ывӑлӗсем: Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан.</verse>
				<verse number="7">Хуш ывӑлӗсем: Сева, Хавила, Савта, Раама тата Савтеха. Раама ывӑлӗсем: Шева тата Дедан.</verse>
				<verse number="8">Хушӑн тата Нимрод ҫуралнӑ; ҫавӑ ҫӗр ҫинче паттӑра тухнӑ;</verse>
				<verse number="9">вӑл Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр кайӑкҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр кайӑкҫӑ Нимрод пек, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Малтан унӑн патшалӑхӗ Сеннаар ҫӗрӗнчи Вавилон, Эрех, Аккад тата Халне хулисенчен тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫак ҫӗртен Ассур тухнӑ, вӑл Ниневи, Реховоф-ир, Калах хулисене туса лартнӑ,</verse>
				<verse number="12">Ниневипе Калах хушшине Ресен хули лартнӑ; ку аслӑ хула.</verse>
				<verse number="13">Мицраимран Лудим, Анамим, Легавим, Нафтухим,</verse>
				<verse number="14">Патрусим, Каслухим ҫуралнӑ, ҫаксенчен Филисти халӑхӗ пулса кайнӑ; Мицраимран тата Кафторим ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ханаанран Сидон ҫуралнӑ, — ку унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ, — тата Хет,</verse>
				<verse number="16">Иевусей, Аморрей, Гергесей,</verse>
				<verse number="17">Евей, Аркей, Синей,</verse>
				<verse number="18">Арвадей, Цемарей тата Химафей ҫуралнӑ. Каярахпа Ханаан ӑрӑвӗсем сапаланса кайнӑ,</verse>
				<verse number="19">ханаансен ҫӗрӗ Сидонран пуҫласа Герар еннелле Газа патне ҫитнӗ, кунтан Содом, Гоморра, Адма тата Цевоим еннелле Ла́ша патне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="20">Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Хам ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="21">Симӑн та ачисем пулнӑ, Сим вӑл — Еверӑн мӗнпур ывӑлӗн ашшӗ, Иафетӑн аслӑ пиччӗшӗ.</verse>
				<verse number="22">Сим ывӑлӗсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд, Арам [тата Каинан].</verse>
				<verse number="23">Арам ывӑлӗсем: Уц, Хул, Гефер тата Маш.</verse>
				<verse number="24">Арфаксадран [Каинан ҫуралнӑ, Каинанран] Сала ҫуралнӑ, Саларан Евер ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="25">Еверӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ; пӗрин ячӗ Фалек, вӑл ҫуралнӑ кунсенче ҫӗр уйӑрнӑран ӑна ҫапла ят панӑ; унӑн шӑллӗн ячӗ — Иоктан.</verse>
				<verse number="26">Иоктанран Алмодад, Шалеф, Хацармавеф, Иерах,</verse>
				<verse number="27">Гадорам, Узал, Дикла,</verse>
				<verse number="28">Овал, Авимаил, Шева,</verse>
				<verse number="29">Офир, Хавила тата Иовав ҫуралнӑ. Ҫаксем пурте — Иоктан ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="30">Вӗсем вырӑнаҫнӑ ҫӗр Мешаран пуҫласа тухӑҫ енчи Сефар тӑвӗ патне ҫитиччен тӑсӑлнӑ.</verse>
				<verse number="31">Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Сим ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="32">Ной ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем ӗнтӗ, вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ ӗнтӗ. Талай хыҫҫӑн вӗсенчен халӑхсем ӗрчесе кайса ҫӗр тӑрӑх саланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхепе, пӗр пек калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="2">Тухӑҫ енчен тапранса кайса вӗсем Сеннаар ҫӗрӗнче тӳремлӗх тупнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр кирпӗч тӑвар та ӑна вутпа хӗртер, тенӗ. Ҫапла вӗсенӗн чул вырӑнне кирпӗч пулса тӑнӑ, акшар вырӑнне ҫӗр тикӗчӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара вӗсем каланӑ: хамӑр валли хула лартар, тӳпене ҫитекен пашне тӑвар, вара хамӑр ята чапа кӑларӑпӑр, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сапаланса каймӑпӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа этем ывӑлӗсем тӑвакан хулапа пашнене пӑхма аннӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа каланӑ: акӑ вӗсем пӗр халӑх, пуринӗн те пӗр чӗлхе; вӗсем акӑ мӗн тума тытӑнчӗҫ, вӗсем хӑйсем мӗн тума шухӑш тытнине пӑрахас ҫук;</verse>
				<verse number="7">анар та вӗсенӗн чӗлхине арпаштарса ярар, пӗри мӗн каланине тепӗри ан ӑнланайтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫав тӗлтен пӗтӗм ҫӗре салатса янӑ; вӗсем вара хулипе пашнине тума чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа хулине Вавилон тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн унта Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗр чӗлхине арпаштарнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫавӑнтан пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх салатса янӑ.</verse>
				<verse number="10">Симӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫултан, ҫӗр ҫулта чухне, Симӑн Арфаксад ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="11">Арфаксад ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сим тата пилӗкҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].</verse>
				<verse number="12">Арфаксад вӑтӑр пилӗк [135] ҫул пурӑннӑ та, унӑн [Каинан ҫуралнӑ. Каинан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфаксад тата виҫҫӗр вӑтӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, вӑл вара вилнӗ. Каинан ҫӗр вӑтӑр ҫул пурӑннӑ та, унӑн] Сала ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="13">Сала ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфаксад [Каинан] тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].</verse>
				<verse number="14">Сала вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Евер ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="15">Евер ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сала тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]</verse>
				<verse number="16">Евер вӑтӑр тӑватӑ [134] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фалек ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="17">Фалек ҫуралнӑ хыҫҫӑн Евер тӑватҫӗр вӑтӑр [370] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]</verse>
				<verse number="18">Фалек вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Рагав ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="19">Рагав ҫуралнӑ хыҫҫӑн Фалек икҫӗр тӑхӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].</verse>
				<verse number="20">Рагав вӑтӑр икӗ [132] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Серух ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="21">Серух ҫуралнӑ хыҫҫӑн Рагав икҫӗр ҫичӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].</verse>
				<verse number="22">Серух вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Нахор ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="23">Нахор ҫуралнӑ хыҫҫӑн Серух икҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].</verse>
				<verse number="24">Нахор ҫирӗм тӑхӑр [79] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фарра ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="25">Фарра ҫуралнӑ хыҫҫӑн Нахор ҫӗр вунтӑхӑр [129] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].</verse>
				<verse number="26">Фарра ҫитмӗл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="27">Фарран йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Фарран Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ. Аранӑн Лот ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="28">Аран хӑйӗн ашшӗ Фарра пурӑннӑ чухнех хӑй ҫуралнӑ ҫӗрте, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнче, вилнӗ.</verse>
				<verse number="29">Аврампа Нахор хӑйсем валли арӑмсем илнӗ; Аврам арӑмӗ Сара ятлӑ пулнӑ; Нахор арӑмӗ Милка ятлӑ пулнӑ. Милка Аранӑн хӗрӗ пулнӑ, Аран Милка ашшӗ тата Иска ашшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="30">Сара тип варлӑ пулнӑ, унӑн ача пулман.</verse>
				<verse number="31">Фарра хӑйӗн ывӑлне Аврама, хӑйӗн мӑнукне — Лота, Аран ывӑлне — тата Сарӑна — хӑйӗн кинне, хӑй ывӑлӗн Аврамӑн арӑмне — ертнӗ те, вӗсемпе пӗрле Ханаан ҫӗрне кайма тесе, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ; анчах Харрана ҫитсессӗн, вӗсем ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="32">Харран ҫӗрне ҫитнӗ чухне Фарра икҫӗр пилӗк ҫулта пулнӑ, Фарра Харранра вилнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай;</verse>
				<verse number="2">санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна мухтавлӑ тӑвӑп, эсӗ пиллӗхлӗ пулӑн;</verse>
				<verse number="3">Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылханакансене ылханӑп; сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Хӑйне Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Аврам тухса кайнӑ; унпа пӗрле Лот та кайнӑ. Харранран тухса кайнӑ чухне Аврам ҫитмӗл пилӗк ҫулта пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; унтан Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="6">Аврам ҫав ҫӗр тӑрӑх Сихем теекен вырӑна ҫитиччен, Море юманлӑхне ҫитиччен, тӑрӑшшӗпех ҫӳресе тухнӑ. Ҫак ҫӗрте ун чухне ханаансем [пурӑннӑ].</verse>
				<verse number="7">Аврама Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, каланӑ [ӑна]: ҫак ҫӗре Эпӗ санӑн йӑхна парӑп, тенӗ. Унта Аврам хӑйне курӑннӑ Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫав тӗлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухӑҫ еннелле, тапранса кайнӑ; вӑл унта чатӑрне ҫапла карса лартнӑ: Вефиль чатӑртан анӑҫалла, Гай тухӑҫалла пулнӑ; ҫакӑнта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ та [хӑйне курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Аврам тапранса тухнӑ та малалла, кӑнтӑралла, кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫав ҫӗрте выҫлӑх пулнӑ. Ҫав ҫӗрте выҫлӑх вӑйлӑланса ҫитнӗрен Аврам Египета пурӑнма кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Египет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑйӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп;</verse>
				<verse number="12">сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ;</verse>
				<verse number="13">эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫитсессӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ;</verse>
				<verse number="15">ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫуртне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="16">Ун майӗпе Аврама аван пулнӑ; унӑн вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, ашаксем те, арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем те, лашалла ашаксем те, тӗвесем те пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Анчах Ҫӳлхуҫа Сарӑшӑн, Аврам арӑмӗшӗн, фараона хӑйне те, унӑн килне те йывӑр асап кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вара фараон Аврама чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эсӗ мана мӗн турӑн капла? вӑл санӑн арӑму иккенне мана мӗншӗн каламарӑн?</verse>
				<verse number="19">мӗншӗн эсӗ: «вӑл манӑн йӑмӑк» терӗн? эпӗ ӑна хам валли арӑм тума илсеттӗм. Акӑ халӗ санӑн арӑму, илсе каях [ӑна], тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Фараон хӑй ҫыннисене хушнӑ та, вӗсем вара Аврама хӑйне те, унӑн арӑмне те, унӑн мӗн пуррине пурне те, [унпа пӗрле Лота та] кӑларса янӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Аврам хӑй те, унӑн арӑмӗ те хӑйсен мӗнпур пурлӑхне илнӗ те Египетран тапранса тухса кӑнтӑралла кайнӑ, унпа пӗрле Лот та пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Аврам выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен те, ылтӑн-кӗмӗл тӗлӗшӗнчен те питӗ пуян пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл, кӑнтӑр енчен Вефиль патнелле куҫа-куҫа пырса, унччен хӑй Вефильпе Гай хушшине чатӑр лартнӑ вырӑна,</verse>
				<verse number="4">хӑй малтан парне вырӑнӗ тунӑ ҫӗре, ҫитнӗ; унта Аврам Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ.</verse>
				<verse number="5">Аврампа пӗрле ҫӳрекен Лотӑн та ҫавӑн пекех вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, чатӑрсем те пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсене пӗрле пурӑнма ҫӗр хӗсӗк пулнӑ, пурлӑхӗ питех те нумай пулнӑран вӗсем пӗрле пурӑнайман.</verse>
				<verse number="7">Аврам выльӑхӗсен кӗтӳҫисемпе Лот выльӑхӗсен кӗтӳҫисем хушшинче тавлашу тухнӑ; ун чухне ҫав ҫӗрте ханаансемпе ферезейсем пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Аврам Лота каланӑ: санпа манӑн хушшӑмӑрта, санӑн кӗтӳҫӳсемпе манӑн кӗтӳҫӗсем хушшинче хирӗҫӳ ан пултӑр: эпир — тӑвансем;</verse>
				<verse number="9">пӗтӗм ҫӗр санӑн умӑнта мар-и вара? уйӑрӑл манран: эсӗ сулахаялла кайсассӑн, эпӗ сылтӑмалла кайӑп; эсӗ сылтӑмалла кайсассӑн, эпӗ сулахаялла кайӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтериччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шывпа шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ;</verse>
				<verse number="11">Лот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кайнӑ. Вара вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ.</verse>
				<verse number="12">Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫланӑ; Лот ҫав таврари хуласенче пурӑннӑ, чатӑрӗсене Содома ҫитиех лартса тухнӑ.</verse>
				<verse number="13">Содом ҫыннисем усал пулнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче питӗ ҫылӑхлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Лот Аврамран уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха, халӗ ху тӑракан вырӑнтан ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле, тухӑҫпа анӑҫ еннелле ҫаврӑнса пӑх;</verse>
				<verse number="15">ҫак эсӗ куракан пӗтӗм ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе парӑп,</verse>
				<verse number="16">санӑн йӑхна ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек тӑвӑп; ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пӗрчине кам та пулин шутласа кӑларма пултарайсассӑн, санӑн йӑхна та шутласа кӑларӗҫ;</verse>
				<verse number="17">тӑр, ҫак ҫӗрӗн тӑршшӗне те, урлӑшне те утса тух: ӑна Эпӗ сана [тата санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе] парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Сеннаар патши Амрафел, Елласар патши Ариох, Елам патши Кедорлаомер тата Гоим патши Фидал пурӑннӑ кунсенче</verse>
				<verse number="2">ҫавсем Содом патшине Берана хирӗҫ, Гоморра патшине Биршана хирӗҫ, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор теекен Бела патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем пурте хальхи Тӑварлӑ тинӗс вырӑнӗнче, Сиддим ятлӑ айлӑмра, пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Кедорлаомер вӗсене вуникӗ ҫул пӑхӑнтарса тӑнӑ пулнӑ, вунвиҫҫӗмӗш ҫулхине вара вӗсем пӑлхав хускатнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вунтӑваттӑмӗш ҫулхине Кедорлаомер тата унпа пӗр канашлӑ патшасем ҫитнӗ те Аштероф-Карнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, Шаве-Кириафаимри эмимсене,</verse>
				<verse number="6">хӑйсенӗн Сеир теекен ту хушӑкӗсенче пурӑнакан хоррейсене пушхир ҫывӑхӗнчи Ел-Фаран патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="7">Унтан таврӑнсассӑн, вӗсем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласассӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрейсене те ҫӗмӗрсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="8">Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Севоим патши тата Сигор теекен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим айлӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="9">Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фидала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="10">Сиддим айлӑмӗнче тикӗт шӑтӑкӗ нумай пулнӑ. Тара пуҫланӑ Содом патшипе Гоморра патши ҫав шӑтӑксене кӗрсе ӳкнӗ, ыттисем тусем ҫине тарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӗнтерекенсем Содомпа Гоморрӑн мӗнпур пурлӑхне тата сых ятне хатӗрленине те пӗтӗмпех илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Аврам тӑванӗн ывӑлне, Содомра пурӑнакан Лота, унӑн пӗтӗм пурлӑхӗ-мӗнӗпех илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Хӑтӑлса юлнисенчен пӗри пынӑ та Аврам еврее хыпар тунӑ; Аврам ун чухне Мамре юманлӑхӗнче пурӑннӑ. Мамре вӑл аморрей ҫынни, Эшколпа Анер тӑванӗ, пулнӑ, кусем Аврампа пӗр канашлӑ тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Аврам, хӑйӗн йӑхташӗ [Лот] тыткӑна ҫакланнине илтсессӗн, хӑй ҫуртӗнче ҫуралнӑ виҫҫӗр вунсакӑр чурине вӑрҫӑ кӑралӗ тыттарнӑ та тӑшмансем хыҫҫӑн Дан патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ;</verse>
				<verse number="15">вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрӑлса, вӑл хӑйӗн чурисемпе пӗрле вӗсене ҫӗрле тапӑннӑ та пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; вӗсене Дамаскӑн сулахай енчи Хова теекен вырӑна ҫитичченех хӑваласа кайнӑ;</verse>
				<verse number="16">вӗсен пӗтӗм тупӑшне туртса илнӗ, хӑйӗн йӑхташне Лота та, унӑн мӗнпур пурлӑхне те, ҫавӑн пекех тата хӗрарӑмӗсене те, халӑхне те каялла тавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл Кедорлаомера тата унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкса каялла таврӑннӑ чухне Содом патши ӑна хирӗҫ Шаве айлӑмне тухса тӑнӑ, ҫав вырӑна халӗ Патша айлӑмӗ теҫҫӗ;</verse>
				<verse number="18">Салим патши Мелхиседек те ҫӑкӑрпа эрех илсе тухнӑ, — вӑл Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ, —</verse>
				<verse number="19">Мелхиседек ӑна пиллесе каланӑ: Ҫӳлти Турӑ, тӳпепе ҫӗр Патши, Аврама пиллӗхлӗ турӗ;</verse>
				<verse number="20">тӑшманусене хӑвӑн аллуна ӳкернӗ Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑ, тенӗ. [Аврам] ӑна хӑйӗн пӗтӗм тупӑшӗнчен вуннӑмӗш пайне панӑ.</verse>
				<verse number="21">Содом патши Аврама каланӑ: ҫыннисене мана пар, туприне хӑвӑн валли ил, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Анчах Аврам Содом патшине каланӑ: аллӑма Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши енне, ҫӗклетӗп,</verse>
				<verse number="23">санӑн: эпӗ Аврама пуйтартӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп;</verse>
				<verse number="24">хамӑн чурасем ҫинисӗр пуҫне, манпа пӗрле килнӗ ҫынсене тивӗҫлӗ пайсемсӗр пуҫне санӑнне нимӗн те илмӗп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хӑйсен пайне илччӗр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, [ҫӗрле] Аврама Ҫӳлхуҫа Турӑ курӑннӑ чухне, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна каланӑ: Аврам, ан хӑра; Эпӗ — санӑн хӳттӳ; санӑн тивлетӳ питех те пысӑк [пулӗ], тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Эсӗ мана мӗн парӑн? акӑ эпӗ ача-пӑчасӑр юлатӑп; манӑн ҫуртӑма ҫак Елиезер, Дамаск ҫынни, пӑхса тӑрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Аврам тата каланӑ: акӑ Эсӗ мана тӑхӑмлӑ тумарӑн, акӑ ӗнтӗ манӑн еткерҫӗм хам ҫуртӑмра ҫуралса ӳснӗ чура ывӑлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна татах каланӑ: вӑл санӑн еткерҫӳ пулмӗ; кам санран ҫуралӗ, санӑн еткерҫӳ ҫавӑ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан ӑна тула илсе тухнӑ та каланӑ [ӑна]: тӳпе ҫине пӑх-ха, ҫӑлтӑрсене шутласа кӑларма пултараятӑн пулсассӑн — шутласа кӑлар, тенӗ. Ӑна тата каланӑ: санӑн ҫавӑн чухлӗ тӑхӑм пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Аврам Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ.</verse>
				<verse number="7">Вара ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗре санӑн аллуна еткерлӗхе памашкӑн сана Халдея ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ҫӗре хам тытса тӑрассине ӑҫтан пӗлес манӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Ман валли виҫӗ ҫулхи тына пӑру, виҫӗ ҫулхи качака, виҫӗ ҫулхи така, улатӑпа тата ҫамрӑк кӑвакарчӑн ил, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Аврам вӗсене пурне те илнӗ те, ҫурмаран касса, пӗр пайне тепӗр пайне хирӗҫ хунӑ; вӗҫен кайӑкӗсене ҫеҫ касман.</verse>
				<verse number="11">Ҫав мӗн пусни ҫине темӗн чухлӗ ҫӑткӑн кайӑк вӗҫсе аннӑ, анчах Аврам вӗсене хӑвала-хӑвала янӑ.</verse>
				<verse number="12">Хӗвел аннӑ вӑхӑтра Аврама тарӑн ыйхӑ пуснӑ: ӑна хӑрушӑ сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ,</verse>
				<verse number="14">анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ;</verse>
				<verse number="15">эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ;</verse>
				<verse number="16">кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Хӗвел анса тӗттӗм пулса ҫитсессӗн, акӑ кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тата вут ҫулӑмӗ касса ҫурнӑ выльӑхсем хушшинчен иртсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа ҫав кун, ҫапла каласа, Аврампа халал хывнӑ: ҫак ҫӗре Египет юханшывӗнчен пуҫласа аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, патне ҫитиччен Эпӗ санӑн тӑхӑмна паратӑп:</verse>
				<verse number="19">ку вӑл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен,</verse>
				<verse number="20">хетсен, ферезейсен, рефаимсен,</verse>
				<verse number="21">аморрейсен, ханаансен, [евейсен], гергесейсен тата иевусейсен ҫӗрӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Анчах Сара — Аврам арӑмӗ — ӑна ача ҫуратса паман. Сарӑн Агарь ятлӑ тарҫӑ, Египет хӗрӗ, пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Сара Аврама каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫамӑр манӑн варӑма ача ҫуратмалла мар питӗрсе лартнӑ; эсӗ манӑн тарҫӑм патне кӗр: тен, манӑн ун урлӑ ача пулӗ, тенӗ. Аврам Сара сӑмахне итленӗ.</verse>
				<verse number="3">Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫлани вунӑ ҫул иртсессӗн, Аврам арӑмӗ Сара хӑйӗн тарҫине, Египет хӗрне Агаре, упӑшки валли арӑмлӑха панӑ.</verse>
				<verse number="4">Аврам Агарь патне кӗнӗ те, Агарь йывӑр ҫын пулнӑ. Йывӑр ҫын пулнине кура Агарь хӑйӗн хуҫине, Сарӑна, хисеплеми пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑплӑ; эпӗ хамӑн тарҫӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулнине кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Аврам Сарӑна каланӑ: акӑ хӑвӑн тарҫу хӑвӑн аллунта; мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ. Сара вара Агаре хӗсӗрлеме пуҫланӑ, лешӗ ун патӗнчен тухса тарнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Агаре пушхирте ҫӑл патӗнче, Сур еннелле каякан ҫул ҫинчи ҫӑл патӗнче, тӗл пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">[Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна] каланӑ: Агарь, Сара тарҫи! эсӗ ӑҫтан килтӗн, ӑҫта каятӑн? тенӗ. Вӑл: эпӗ Сарӑран, хамӑн хуҫамӑмран, таратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна каланӑ: хӑвӑн хуҫу патне таврӑн, ӑна пӑхӑнса пурӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна тата каланӑ: санӑн йӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарса пырӑп, йышлӑ пулнӑран ӑна шутласа кӑларма та пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна татах каланӑ: акӑ эсӗ йывӑр ҫын, эсӗ ывӑл ача ҫуратӑн, санӑн асапна Ҫӳлхуҫа илтнӗрен эсӗ ӑна Измаил ятлӑ хурӑн;</verse>
				<verse number="12">вӑл ҫынсем хушшинче хир ашакӗ пек пулӗ; унӑн алли пурне те хирӗҫ пулӗ, пурин алли те ӑна хирӗҫ пулӗ; вӑл хӑйӗн пӗтӗм тӑванӗ умӗнче пурӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Хӑйпе калаҫакан Ҫӳлхуҫана [Агарь] «Эсӗ мана куракан Турӑ» тесе ят панӑ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл: эпӗ ҫакӑнта хама Куракана чӑннипех куртӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑнпа та ҫав ҫӑла Беэр-лахай-рои теҫҫӗ. Вӑл Кадеспа Баред хушшинче вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="15">Агарь Аврама ывӑл ҫуратса панӑ; Агарьтен ҫуралнӑ ывӑлне [Аврам] Измаил тесе ят хунӑ.</verse>
				<verse number="16">Агарь Аврама Измаила ҫуратса панӑ чухне Аврам сакӑрвун ултӑ ҫулта пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Аврам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫула ҫитсессӗн, ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; Манӑн умӑмра ҫӳре, айӑпсӑр пул;</verse>
				<verse number="2">Эпӗ санпа Хам хушшӑма Хамӑн халалӑма хыватӑп, сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Аврам ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ:</verse>
				<verse number="4">Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн;</verse>
				<verse number="5">ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп;</verse>
				<verse number="6">сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ;</verse>
				<verse number="7">санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп;</verse>
				<verse number="8">сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ Авраама тата каланӑ: эсӗ вара Эпӗ хывнӑ халала уяса тӑр, эсӗ хӑв та уяса тӑр, сан хыҫҫӑн килес ӑрусем те сыпӑкран сыпӑка уяса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="10">Манпа сирӗн хушшӑмӑрти тата сан хыҫҫӑн килес ӑрусен хушшинчи сыпӑкран сыпӑка пымалли, эсир уяса тӑмалли Манӑн халалӑм акӑ ҫакӑ: сирӗн пур арҫын та ӳт кастарнӑ пултӑр;</verse>
				<verse number="11">ӳтӗр хӗррине касӑр: ҫакӑ Манпа сирӗн хушшӑмӑра хывнӑ халал палли пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Сирӗн ӑрӑвӑрта пур арҫын ачӑр та ҫуралсан сакӑр кунран ӳт кастарнӑ пултӑр: хӑвӑр килӗрте ҫуралнине те, пӗр-пӗр ют халӑх ҫыннинчен кӗмӗл парса туяннӑ тӑван мар ачана та ӳт касӑр.</verse>
				<verse number="13">Хӑвӑн ҫуртунта ҫуралнине те, кӗмӗл парса туяннисене те ӳтне каснӑ пултӑр: Манӑн халалӑм сирӗн ӳтӗр ҫинче ӗмӗрлӗх халал пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӳт кастарман арҫынна, [саккӑрмӗш кунне] хӗрринчи ӳтне кастарманскере, ҫав чуна ӗнтӗ хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл Манӑн халала пӑсать, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Турӑ Авраама татах каланӑ: Сарӑна, хӑвӑн арӑмна, Сара тесе ан чӗн, унӑн ячӗ Сарра пултӑр;</verse>
				<verse number="16">Эпӗ ӑна пиллӗп, унран сан валли ывӑл ача парӑп; Саррӑна пиллӗп, унран халӑхсем ӗрчесе кайӗҫ, унран халӑхсен патшисем тухӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Авраам ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та кулса янӑ, хӑй ӑшӗнче вӑл: ҫӗр ҫулхи ҫынран ывӑл пулӗ-ши вара? тӑхӑрвуннӑри Сарра та ҫуратӗ-ши вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Авраам Турра каланӑ: эх, Санӑн куҫу умӗнче Измаил сывӑ пулсассӑн та юрӗччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Турӑ [Авраама] каланӑ: хӑвӑн арӑму, Сарра, хӑех сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Исаак ятлӑ хурӑн; Эпӗ унпа [Эпӗ унӑн Турри пулӑп тата] унӑн килес ӑрӑвӗсен Турри пулӑп тесе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп.</verse>
				<verse number="20">Эсӗ Измаилшӑн йӑлӑннине те Эпӗ илтрӗм: акӑ Эпӗ ӑна пиллӗп, ӑна йышлӑ тӑвӑп, питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп; унран вуникӗ ҫулпуҫ ҫуралӗ; Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп.</verse>
				<verse number="21">Анчах Хамӑн халалӑма Исаакпа хывӑп; ӑна сана Сарра тепӗр ҫулхине шӑп ҫак вӑхӑтра ҫуратса парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вара Турӑ Авраампа калаҫма чарӑннӑ та ун патӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Авраам хӑйӗн ывӑлне Измаила, хӑйӗн ҫуртӗнче ҫуралнисене пурне те, кӗмӗлне парса сутӑн илнисене пурне те, хӑйӗн ҫуртӗнчи мӗнпур арҫынна, пухнӑ та, Турӑ хӑйне каланӑ пек, ҫав кунах вӗсенӗн хӗрринчи ӳтне касса янӑ.</verse>
				<verse number="24">Хӑйӗн хӗрринчи ӳтне каснӑ чухне Авраам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫулта пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Унӑн ывӑлӗ Измаил вара хӑйӗн хӗрринчи ӳтне каснӑ чухне вунвиҫӗ ҫулта пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Авраама та, унӑн ывӑлне Измаила та пӗр кунрах ӳт касса янӑ;</verse>
				<verse number="27">унпа пӗрле унӑн ҫуртӗнчи пур арҫынна та — килте ҫуралнисене те, ют халӑхран кӗмӗл парса сутӑн илнисене те — ӳт каснӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра Мамре юманлӑхӗнче хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ларнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та — акӑ ун умӗнче виҫӗ ҫын тӑрать. Вӗсене курсассӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупса кайса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та</verse>
				<verse number="3">каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурунтан пӑрӑнса иртсе ан кай;</verse>
				<verse number="4">кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр,</verse>
				<verse number="5">эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑнтарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ. Вӗсем: епле калатӑн, ҫапла ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Авраам васкасах Сарра патне чатӑра кӗнӗ те каланӑ [ӑна]: виҫӗ сата паха ҫӑнӑхран хӑвӑртрах чуста ҫӑрса тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫер, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Авраам хӑй кӗтӗвӗ патне чупса кайнӑ та, лайӑх ҫамрӑк пӑру тытса, ӑна тарҫине панӑ, лешӗ ӑна васкасах хатӗрле пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="8">Авраам вара ҫу, сӗт тата пӗҫерсе хатӗрленӗ пӑрӑвне илнӗ те вӗсен умне лартнӑ; хӑй вӗсен ҫывӑхӗнче йывӑҫ айӗнче тӑнӑ. Вӗсем ҫинӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӑна: Сарра арӑму ӑҫта? тенӗ. Вӑл хуравланӑ: кунта, чатӑрта, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсенчен пӗри каланӑ: Эпӗ сан патна [тепӗр ҫулхине] ҫак вӑхӑтра татах килӗп, Саррӑн вара, санӑн арӑмун, ывӑл ача пулӗ, тенӗ. Сарра ҫакна ун хыҫӗнче, чатӑр алӑкӗ патӗнче итлесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Авраампа Сарра ватӑлса ҫитнӗ, ҫулланнӑ ҫынсем пулнӑ; Саррӑн хӗрарӑмсен пулаканни те пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="12">«Ватӑлса ҫитсессӗн манӑн ҫав савӑнӑҫа курмалла пулӗ-ши? ӗнтӗ манӑн хуҫамӑм та ватӑ» тесе, Сарра хӑй ӑшӗнче кулса илнӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Авраама каланӑ: мӗншӗн-ха Сарра [хӑй ӑшӗнче]: «чӑнах та, ватӑлса ҫитсен те ҫуратӑп-ши?» тесе, кулса илчӗ?</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫашӑн йывӑрри пур-и вара? Каласа хунӑ вӑхӑтра, тепӗр ҫулхине, Эпӗ сан патна килӗп, Саррӑн ывӑл ача [пулӗ], тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Сарра вара туннӑ, вӑл: эпӗ кулман, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑранӑ. Анчах Турӑ [ӑна] каланӑ: ҫук, эсӗ култӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав ҫынсем тӑнӑ та Содом [тата Гоморра] еннелле ҫул тытнӑ; Авраам вӗсемпе пӗрле вӗсене ӑсатма кайнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам мӗн тӑвас тенине [Хамӑн чурамран] Авраамран пытарӑп-ши вара?</verse>
				<verse number="18">Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ халӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ,</verse>
				<verse number="19">мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йышне хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳреме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрентсе хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗтӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх;</verse>
				<verse number="21">анам та пӑхам: Ман патӑма ҫитекен сасӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫак ҫынсем ҫавӑнтан Содомалла ҫаврӑнса кайнӑ; Авраам ҫаплах Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Авраам ҫывӑхарах пынӑ та каланӑ: Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫынсемпе пӗрле пӗтерӗн-им вара, [тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулӗ-ши вара]?</verse>
				<verse number="24">Тен, ҫак хулара тӳрӗ пурӑнакан аллӑ ҫын тупӑнӗ? Эсӗ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ аллӑ ҫыншӑн [вӗсем унта пурӑнаҫҫӗ пулсассӑн] ҫак [пӗтӗм] вырӑна хӗрхенмӗн-и, пӗтерсех пӑрахӑн-и?</verse>
				<verse number="25">Эсӗ ун пек тӑвас ҫук, тӳрӗ ҫынна усал ҫынпа пӗрле пӗтерес ҫук, тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулмӗ; Эсӗ ун пек тума пултараймастӑн! Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа каланӑ: Содом хулинче Эпӗ тӳрӗ ҫын аллӑ тупас пулсассӑн, Эпӗ вӗсемшӗн [пӗтӗм хулана тата] ҫак пӗтӗм вырӑна хӗрхенӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм:</verse>
				<verse number="28">тен, тӳрӗ ҫынсене шутланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх пилӗк ҫын тупас пулсассӑн, пӗтерессӗм ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Авраам Унпа калаҫма чарӑнмасӑр татах каланӑ: тен, унта хӗрӗх ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх ҫыншӑн та ҫавна тӑвассӑм ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Авраам татах каланӑ: эпӗ калаҫнӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вӑтӑр ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: унта вӑтӑр ҫын тупӑнсассӑн, пӗтермӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Авраам каланӑ: акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, унта ҫирӗм ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: ҫирӗм ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Авраам каланӑ: эпӗ тата тепӗр хут каланӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вунӑ ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: вунӑ ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа Авраампа калаҫма чарӑннӑ та кайнӑ; Авраам хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Содома пырса ҫитнӗ. Лот курнӑ та вӗсене кӗтсе илме ура ҫине тӑнӑ, вара вӗсене ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та</verse>
				<verse number="2">каланӑ: ырӑ ҫыннӑмсем! хӑвӑр чурӑр килне кӗрсемӗр, ҫӗр каҫӑр, урӑрсене ҫӑвӑр, ирхине тӑрӑр та хӑвӑр каяс ҫула кайӑр, тенӗ. Вӗсем: ҫук, эпир урамра ҫӗр каҫатпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вӗсене хистесех чӗннӗ; вӗсем вара, ун патне кайса, унӑн килне кӗнӗ. Вӑл вӗсене хӑна тунӑ, тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ, вӗсем ҫинӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем ҫывӑрма выртичченех Содом хулинче пурӑнакан ҫынсем, ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах, пӗтӗм хула халӑхӗ, ҫурта ҫавӑрса илнӗ те,</verse>
				<verse number="5">Лота чӗнсе кӑларса, ӑна ҫапла каланӑ: сан патна ҫӗр выртма кӗнӗ ҫынсем ӑҫта? вӗсене пирӗн пата кӑлар-ха, эпир вӗсемпе выртса паллашар, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Лот, вӗсем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те</verse>
				<verse number="7">каланӑ [вӗсене]: тӑванӑмсем, усал ан тӑвӑр;</verse>
				<verse number="8">манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса парам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗсем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем [ӑна]: кунтарах кил-ха, тенӗ. Унтан каланӑ: акӑ ютран килнӗ ҫын, пире ҫавӑ вӗрентесшӗн-и? халӗ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тӑвӑпӑр, тенӗ. Вӗсем ҫак ҫынна, Лота, тапӑнмах-хӗстермех пуҫланӑ, ӗнтӗ алӑкне ҫӗмӗрсе кӗме пырса капланнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вара леш ҫыннисем аллине тӑснӑ та Лота хӑйсем патне пӳрте туртса кӗртнӗ, [пӳрт] алӑкне питӗрсе лартнӑ;</verse>
				<verse number="11">пӳрт алӑкӗ умӗнче тӑракан ҫынсене вара — кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах — суккӑр тунӑ, вӗсем алӑк шыраса хӑшкӑлсах ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="12">Леш ҫынсем Лота каланӑ: санӑн кунта тата кам пур? кӗрӗвӳ-и, ывӑлусем-и, хӗрӳсем-и, — санӑн хулара кирек кам пулсассӑн та, вӗсене пурне те ҫак вырӑнтан илсе тух,</verse>
				<verse number="13">эпир ҫак вырӑна пӗтеретпӗр, мӗншӗн тесессӗн кунта пурӑнакансем ҫынсене епле йӗртни-асаплантарни Ҫӳлхуҫа патне ҫитрӗ, Ҫӳлхуҫа пире ӑна пӗтерме ячӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Лот тухнӑ та, хӑйӗн хӗрӗсене ҫураҫнӑ кӗрӳшӗсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: тӑрӑр та ҫак вырӑнтан тухса кайӑр, Ҫӳлхуҫа ку хулана пӗтерет, тенӗ. Анчах та кӗрӳшӗсене вӑл шӳт туса каланӑ пек туйӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Шурӑмпуҫ ҫуталса килсессӗн, Ангелсем Лота васката пуҫланӑ: тӑр, арӑмупа ху патӑнти икӗ хӗрне илсе тух, хуланӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн санӑн пӗтмелле ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл васкаманран леш ҫынсем [Ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллинчен тытса илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Анчах Лот вӗсене каланӑ: ҫук, Патшамӑм!</verse>
				<verse number="19">акӑ Санӑн чуру Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӗ, Эсӗ мана питех те хӗрхеннипе манӑн пурӑнӑҫӑма ҫӑлса хӑвартӑн; анчах та эпӗ ту ҫине тарса ӗлкӗреймӗп: мана инкек хӑваласа ҫитӗ, эпӗ ҫӑлӑнаймӑп;</verse>
				<verse number="20">акӑ ҫак хулана тарма ҫывӑхарах, вӑл пысӑках та мар; эпӗ ҫавӑнта тарам; манӑн чунӑм [Сан урлӑ] сыхӑ юлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вара ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ саншӑн ҫакна та тӑвӑп: эсӗ калакан хулана пӗтерсе пӑрахмӑп;</verse>
				<verse number="22">васка, ҫавӑнта тарса хӑтӑл, эсӗ унта пырса ҫитмесӗр Эпӗ ӗҫе тытӑнаймастӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак хулана Сигор тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="23">Хӗвел тухнӑ, Лот Сигора пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="24">Содомпа Гоморра ҫине Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫумӑр пек ҫӑвакан кӳкӗртпе Ҫӳлхуҫаран тухнӑ вут-ҫулӑм тӑкнӑ,</verse>
				<verse number="25">ҫак хуласене, ҫакӑнти пӗтӗм тавралӑха, ҫав хуласенче пурӑнакан мӗнпур халӑха, ҫӗр ҫинче мӗн ӳснине [пӗтӗмпех] тӗп тунӑ.</verse>
				<verse number="26">Лот арӑмӗ, ун хыҫӗнче пыраканскер, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та тӑвар юпа пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ,</verse>
				<verse number="28">вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать.</verse>
				<verse number="29">Ҫав таврари [пӗтӗм] хулана пӗтернӗ чухне Турӑ Авраама асне илнӗ, вара Лот пурӑнакан хуласене пӗтернӗ чухне ӑна пӗтес ҫӗртен кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="30">Лот, Сигорта пурӑнма хӑраса, Сигортан кайнӑ та ту хӑвӑлӗнче пурӑна пуҫланӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ту хӑвӑлӗнче пурӑннӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="31">Асли кӗҫӗннине каланӑ: пирӗн атте ватӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи йӑла тӑрӑх, пирӗн пата арҫын кӗмелле, анчах ҫӗр ҫинче ун пек ҫын ҫук;</verse>
				<verse number="32">апла аттене эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрар, вара хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫав каҫхине вӗсем ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; асли [ҫав каҫхине] кӗнӗ те хӑйӗн ашшӗпе ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен.</verse>
				<verse number="34">Тепӗр кунне асли кӗҫӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Вӗсем ҫав каҫхине те хӑйсен ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; кӗҫӗнни кӗнӗ те унпа ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен.</verse>
				<verse number="36">Лотӑн икӗ хӗрӗ те хӑйсен ашшӗнчен йывӑр ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="37">аслӑ хӗрӗ ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хам аттемрен пулнӑ тесе] Моав ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех моавсен ашшӗ шутланать.</verse>
				<verse number="38">Кӗҫӗн хӗрӗ те ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хамӑн йӑх ывӑлӗ тесе] Бен-Амми ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех аммонсен ашшӗ шутланать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Авраам ҫав тӗлтен кӑнтӑралла куҫса кайнӑ та Кадеспа Сур хушшине вырӑнаҫнӑ; пӗр вӑхӑт Герар хулинче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Авраам Сарра ҫинчен, хӑйӗн арӑмӗ ҫинчен: вӑл манӑн йӑмӑк, тенӗ. [Ҫав хула ҫыннисем хӑйне ун пирки вӗлересрен вӑл: «ку — манӑн арӑм» тесе калама хӑранӑ.] Авимелех, Герар патши, хӑйӗн ҫыннисене янӑ та Саррӑна хӑй патне илсе пыртарнӑ.</verse>
				<verse number="3">Авимелехе ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: акӑ эсӗ хӑв валли илнӗ хӗрарӑмшӑн вилетӗн, мӗншӗн тесессӗн унӑн упӑшки пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Авимелех ӑна тӗкӗнмен пулнӑ, вӑл каланӑ: эй Патшамӑм! Эсӗ [ҫакна пӗлмен халӑха,] айӑпсӑр халӑха пӗтерӗн-и вара?</verse>
				<verse number="5">«Ку манӑн йӑмӑкӑм пулать» тесе, вӑл мана хӑех каламарӗ-и? Арӑмӗ хӑй те: «ку манӑн пиччем пулать» терӗ. Эпӗ ҫакна таса чӗремпе, айӑпсӑр аллӑмпа турӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытса чартӑм, ҫавӑнпа сана ӑна тӗкӗнме памарӑм;</verse>
				<verse number="7">халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗтӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="9">Авимелех Авраама чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: эсӗ пире мӗн турӑн? эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк ҫылӑха кӗртеттӗн, ҫапла тума сан умӑнта мӗнле ҫылӑх тунӑ эпӗ? Эсӗ ман тӗлӗшӗмрен тума юраман ӗҫ турӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Авимелех Авраама тата каланӑ: ҫак ӗҫе эсӗ мӗн шухӑшпа турӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Авраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм;</verse>
				<verse number="12">вӑл чӑнахах та манӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман аттемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ;</verse>
				<verse number="13">Турӑ мана аттем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫапла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, терӗм.</verse>
				<verse number="14">Авимелех вара [пин сикль кӗмӗл тата] вак выльӑхпа шултӑра выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем илнӗ те Авраама панӑ; Саррӑна та, арӑмне, ӑна каялла тавӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="15">Авимелех [Авраама] каланӑ: акӑ манӑн ҫӗрӗм сан умӑнта; ӑҫта кӑмӑл тӑватӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Саррӑна та каланӑ: акӑ эпӗ санӑн пиччӳне пин сикль кӗмӗл патӑм; вӑл санӑн хӳттӳ пулӗ, сана хӑвӑнпа пӗрле пурӑнакан пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче тӳрре кӑларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Авраам Турра кӗлтунӑ та, Турӑ Авимелехе те, унӑн арӑмне те, унӑн хӑрхӑмӗсене те сыватнӑ, вара вӗсем ача ҫурата пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="18">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Авимелех килӗнчи пур арӑм варне те Саррӑшӑн, Авраам арӑмӗшӗн, хупса лартнӑ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Сарра ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа Саррӑшӑн Хӑй мӗн каланине тунӑ.</verse>
				<verse number="2">Сарра йывӑр ҫын пулнӑ та Авраама унӑн ватӑлмалӑх кунӗнче, Турӑ ӑна каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ача ҫуратса панӑ;</verse>
				<verse number="3">Авраам хӑйӗн ҫуралнӑ ывӑлне, Сарра ҫуратса панӑ ывӑлне, Исаак ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="4">Хӑйне Турӑ каласа хунӑ пек, Авраам саккӑрмӗш кунне Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, ӳтне каснӑ.</verse>
				<verse number="5">Хӑйӗн ывӑлӗ Исаак ҫуралнӑ чухне Авраам ҫӗр ҫулта пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Сарра каланӑ: Турӑ ман тӗлӗшрен кулмалла турӗ; ман ҫинчен илтсессӗн кирек кам та кулса ярӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Тата каланӑ: Сарра ача ӗмӗртӗ тесе Авраама кам калайӗччӗ? эпӗ ӑна ватлӑхӗнче ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ача пысӑкланнӑ, ӑна кӑкӑр пӑрахтарнӑ; [хӑйӗн ывӑлне] Исаака кӑкӑр пӑрахтарнӑ кун Авраам пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="9">Сарра [хӑй ывӑлӗнчен, Исаакран] Агарь — Египет хӗрӗ — Авраама ҫуратса панӑ ача кулнине курнӑ та</verse>
				<verse number="10">Авраама каланӑ: ҫак хӑрхӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, ҫак хӑрхӑм ывӑлӗ манӑн Исаак ывӑлӑмпа пӗрле еткер илес ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Авраама ҫакӑ хӑйӗн ывӑлӗшӗн [Измаилшӑн] питех те аван мар пек туйӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Анчах Турӑ Авраама каланӑ: ачупа хӑрхӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле, мӗншӗн тесессӗн санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ;</verse>
				<verse number="13">Эпӗ хӑрхӑм ывӑлӗнчен те [аслӑ] халӑх кӑларӑп: вӑл та санӑн ывӑлу, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ҫӑкӑрпа пӗр сӑран хутаҫ шыв илсе Агаре панӑ, ӑна унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, вара ӑна ачипе пӗрле кӑларса янӑ. Вӑл ӗнтӗ тухса кайнӑ та Вирсавия пушхирӗнче аташса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="15">Хутаҫҫинчи шывӗ пӗтнӗ, вӑл ачине пӗр тӗм айне пӑрахса хӑварнӑ та</verse>
				<verse number="16">аякка, ухӑ йӗппи вӗҫсе ӳкес чухлӗ, кайса ларнӑ. Вӑл: ачам вилӗмне ан курам, тенӗ. Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ;</verse>
				<verse number="17">Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ;</verse>
				<verse number="18">тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун патне пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ.</verse>
				<verse number="20">Турӑ ачапа пӗрле пулнӑ; вӑл ӳссе ҫитӗннӗ те пушхирте пурӑна пуҫланӑ, ухӑ пеме вӗренсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл Фаран пушхирӗнче пурӑннӑ; амӑшӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен арӑм илсе панӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫав вӑхӑтра тата ҫапла пулнӑ: Авимелех [Ахузафпа, хӑйӗн тусӗпе, тата] Фихолпа, хӑйӗн ҫарпуҫӗпе, пӗрле Авраама каланӑ: эсӗ кирек мӗн тунӑ чухне те санпала Турӑ, тенӗ;</verse>
				<verse number="23">эсӗ мана хама та, ывӑлӑма та, мӑнукӑма та хур тумӑп тесе халӗ ҫакӑнта Турӑпа тупа ту; эпӗ саншӑн епле лайӑх пултӑм, эсӗ те маншӑн тата ху хӑна пулса пурӑнакан ҫӗршӗн ҫапла пул, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Авраам: тупа тӑватӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнӗ пулнӑ, ҫавӑншӑн Авраам Авимелехе ӳпкелесе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="26">Авимелех [ӑна] каланӑ: ҫакна кам тунине пӗлместӗп, хӑв та мана каламарӑн: эпӗ ун ҫинчен халиччен те илтмен-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Авраам, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх илсе, Авимелехе панӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр канашлӑ тӑма сӑмах татнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вак выльӑх кӗтӗвӗнчен илнӗ ҫичӗ путекне Авраам уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="29">Авимелех вара Авраама каланӑ: эсӗ [сурӑх кӗтӗвӗнчен илсе] уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ ҫичӗ путек кунта мӗне кирлӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="30">[Авраам] каланӑ: ҫак ҫичӗ путеке ман аллӑмран илсем, вӗсем шыв пуссине эпӗ алтнине кӳнтелесе тӑччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫак вырӑна Вирсавия тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем иккӗшӗ те ҫакӑнта тупа тунӑ,</verse>
				<verse number="32">вӗсем пӗр канашлӑ тӑмашкӑн Вирсавияра сӑмах татнӑ. Авимелех [Ахузафпа, хӑйӗн тусӗпе, тата] хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле тӑнӑ та филистимсен ҫӗрне каялла таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="33">[Авраам] Вирсавияра ката лартса тухнӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫанӑн, ӗмӗрхи Туррӑн, ятне асӑнса чӗннӗ.</verse>
				<verse number="34">Ютран пынӑ ҫын пулса, Авраам филистимсен ҫӗрӗнче нумай вӑхӑт пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Турӑ Авраама сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, ӑна: Авраам! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Турӑ каланӑ: хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлна, Исаака, ил те Мориа ҫӗрне кай, унта Эпӗ сана кӑтартас пӗр ту ҫинче ӑна, ывӑлна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫине тата хӑйӗн ывӑлне Исаака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="4">Виҫҫӗмӗш кунне Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫав вырӑна аякранах курнӑ.</verse>
				<verse number="5">Авраам хӑйӗн тарҫисене каланӑ: эсир ҫакӑнта ашакпа пӗрле юлӑр; эпир, ывӑлӑмпа иксӗмӗр, ҫавӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Авраам, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн вутӑ илсе, ӑна Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ; аллине вутчуль тата ҫӗҫӗ тытнӑ та, иккӗшӗ пӗрле кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Исаак хӑйӗн ашшӗпе Авраампа калаҫа пуҫланӑ, вӑл: аттем! тенӗ. Лешӗ: ывӑлӑм, эпӗ кунтах! тенӗ. Исаак: акӑ вутчуль те, вутӑ та пур, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме путекӗ ӑҫта? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Авраам каланӑ: ывӑлӑм, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли путеке Турӑ Хӑй кӑтартӗ, тенӗ. Вара иккӗшӗ пӗрле малалла кайнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем Турӑ каланӑ вырӑна пырса ҫитнӗ; унта Авраам парне вырӑнӗ тунӑ, вуттине купаласа хунӑ, хӑй ывӑлне Исаака ҫыхса, ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ.</verse>
				<verse number="10">Авраам ҫӗҫӗ тытнӑ та ывӑлне пусас тесе аллине ҫӗкленӗ.</verse>
				<verse number="11">Анчах ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен чӗнсе каланӑ: Авраам! Авраам! тенӗ. Авраам: эпӗ кунтах! тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ангел каланӑ: ачу ҫине аллуна ан ҫӗкле, ӑна нимӗн те ан ту; халӗ ӗнтӗ Эпӗ эсӗ Турӑран хӑранине пӗлетӗп: эсӗ Маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенмерӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ — акӑ хыҫалта пӗр така, чӑтлӑхра мӑйракипе ҫакланнӑскер. Авраам пынӑ та, такана илсе, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ [Исаак] вырӑнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫав вырӑна Авраам Яхве-ире тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑнӗ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Авраама тӳперен иккӗмӗш хут чӗнсе каланӑ:</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн</verse>
				<verse number="17">Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ;</verse>
				<verse number="18">эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Авраам каялла хӑйӗн тарҫисем патне таврӑннӑ, вара пурте пӗрле Вирсавияна кайнӑ; Авраам Вирсавияра пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Авраам патне хыпар ҫитернӗ: акӑ Милка та Нахора, санӑн тӑванна, ывӑлсем ҫуратса панӑ:</verse>
				<verse number="21">малтанхи ывӑлӗ Уц, унӑн шӑллӗ Вуз, Арам ашшӗ Кемуил,</verse>
				<verse number="22">Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил ҫуралнӑ, тенӗ;</verse>
				<verse number="23">Вафуилран Ревекка ҫуралнӑ. Нахора, Авраам тӑванне, Милка ҫак сакӑр [ывӑла] ҫуратса панӑ;</verse>
				<verse number="24">тата унӑн ҫум-арӑмӗ, Реума ятлӑскер, Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахана ҫуратса панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Сарра ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫул пурӑннӑ: Сарра пурӑннӑ кунҫул ҫакӑ;</verse>
				<verse number="2">Сарра Ханаан ҫӗрӗнче, [айлӑм ҫӗрти] Кириаф-Арба текен вырӑнта, вилнӗ, халӗ ӑна Хеврон теҫҫӗ. Авраам Саррӑшӑн макӑрма, уншӑн хурланса хӳхлеме пынӑ.</verse>
				<verse number="3">Унтан Авраам хӑйӗн вилнӗ арӑмӗ патӗнчен кайнӑ та Хет ывӑлӗсемпе калаҫса вӗсене каланӑ:</verse>
				<verse number="4">эпӗ сирӗн патӑра ютран килсе ларнӑ ҫын; вилнӗскерӗме куҫӑм умӗнчен пытармашкӑн мана хӑвӑр ҫӗрӗрте тупӑк валли вырӑн парсамӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Хет ывӑлӗсем Авраама хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="6">эй хуҫамӑр, пире итле-ха; эсӗ пирӗн хушшӑмӑрта Турӑ лартнӑ пуҫлӑх; вилнӗ арӑмна пирӗн виле пытаракан ҫӗрти чи лайӑх вырӑна пытар; санӑн вилнӗ арӑмна [унта] пытармашкӑн пирӗнтен никам та сана пытармалли вырӑн парас мар темӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Авраам тӑнӑ та ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче, Хет ывӑлӗсем умӗнче, ҫӗре ҫити тайӑлнӑ;</verse>
				<verse number="8">[Авраам] вӗсемпе калаҫса каланӑ: эсир манӑн вилнӗскерӗме пытарттарма килӗшетӗр пулсассӑн — итлӗр-ха мана: Ефронран, Цохар ывӑлӗнчен, маншӑн ыйтӑр-ха,</verse>
				<verse number="9">вӑл мана хӑйӗн хирӗ вӗҫӗнчи Махпела теекен сӑрт хӑвӑлне патӑрччӗ, ҫын пытармашкӑн мана ӑна пысӑк хакпа сирӗн умӑрта пуҫӗпех патӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ефронӗ вара Хет ывӑлӗсем хушшинче ларнӑ; хет ҫынни Ефрон хӑйӗн хули хапхинчен кӗрекен мӗнпур Хет ывӑлӗсем илтмелле Авраама хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="11">ҫук, хуҫамӑм, итле-ха мана: эпӗ сана хирне те, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне те паратӑп, хамӑн халӑхӑн ывӑлӗсен куҫӗ умӗнче ӑна сана парнелетӗп, вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Авраам ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та</verse>
				<verse number="13">ҫав ҫӗрти [пӗтӗм] халӑх илтмелле Ефрона ҫапла каланӑ: килӗшетӗн пулсассӑн, эпӗ сана хиршӗн кӗмӗл паратӑп; илсемччӗ манран, эпӗ унта вилнӗскерӗме пытарам, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ефрон, Авраама хуравласа, ӑна каланӑ:</verse>
				<verse number="15">эй хуҫамӑм! итле-ха мана: ҫак ҫӗр тӑватҫӗр сикль кӗмӗл хакне тӑрать; манпа саншӑн мӗн вӑл? вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Авраам Ефрон сӑмахӗпе килӗшнӗ; унтан Авраам Ефрона, лешӗ Хет ывӑлӗсем илтмеллех мӗн чухлӗ ыйтнӑ, ҫавӑн чухлӗ — суту-илӳ тӑвакансем хушшинче ҫӳрекен кӗмӗл виҫипе тӑватҫӗр сикль — виҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла Ефрон хирӗ — Махпела патӗнчи, Мамре тӗлӗнчи хир — хирти сӑрт хӑвӑлӗ, хирти тата ун таврашӗнчи пӗтӗм йывӑҫ та</verse>
				<verse number="18">хула хапхинчен кӗрекен мӗнпур Хет ывӑлӗсен куҫӗ умӗнче Авраам ҫӗрӗ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫакӑн хыҫҫӑн Авраам Саррӑна, хӑйӗн арӑмне, Махпелӑри Мамре тӗлӗнчи хире, ҫавӑнти сӑрт хӑвӑлне, пытарнӑ, халӗ вӑл Ханаан ҫӗрӗнчи Хеврон пулать.</verse>
				<verse number="20">Ҫав хирпе ҫав сӑрт хӑвӑлӗ, ҫын пытармашкӑн Хет ывӑлӗсенчен Авраам аллине куҫса, ҫапла унӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Авраам ватӑ пулнӑ ӗнтӗ, вӑл нумай ҫула ҫитнӗ. Ҫӳлхуҫа Авраама пур тӗлӗшрен те пилленӗ.</verse>
				<verse number="2">Авраам хӑйӗн чурине, хӑйӗн килӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхса-астуса тӑракан аслӑ чурине, каланӑ: аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та</verse>
				<verse number="3">мана Ҫӳлхуҫамӑрпа — тӳпе Туррипе, ҫӗр Туррипе — тупа туса кала: манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗртен, ханаансен хӗрӗсенчен, илмӗн;</verse>
				<verse number="4">эсӗ манӑн ҫӗрӗме, эпӗ ҫуралнӑ ҫӗршыва, [манӑн йӑхӑм патне] кайӑн та манӑн Исаак ывӑлӑм валли [ҫавӑнтан] арӑм илӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Чури ӑна каланӑ: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле ҫак ҫӗре килесшӗн пулмӗ? вара манӑн санӑн ывӑлна эсӗ тухса килнӗ ҫӗре каялла илсе каймалла-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Авраам ӑна каланӑ: сыхлан, манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай;</verse>
				<verse number="7">мана аттем ҫуртӗнчен, хам ҫуралнӑ ҫӗртен илсе килнӗ Ҫӳлхуҫамӑр — тӳпе Турри [тата ҫӗр Турри] — мана каларӗ, Вӑл мана тупа туса каларӗ: ҫак ҫӗре [сана тата] санӑн йӑхна парӑп, терӗ. Вӑл сан умӑнтан Хӑйӗн Ангелне ярӗ, эсӗ манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли ҫавӑнтан арӑм илӗн;</verse>
				<verse number="8">хӗрарӑмӗ [ҫак ҫӗре] санпа пӗрле килесшӗн мар пулсассӑн, эсӗ ҫак эпӗ тупа тутарса каланӑ сӑмахран хӑтӑлӑн; анчах манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Чура вара аллине Авраамӑн, хӑйӗн хуҫин, пӗҫҫийӗ ҫине хунӑ та ҫапла тумашкӑн ун умӗнче тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="10">Чури хӑй хуҫин тӗвисенчен вунӑ тӗве илнӗ те кайнӑ. Унӑн аллинче тата хӑй хуҫин тӗрлӗ пурлӑхӗ пулнӑ. Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ;</verse>
				<verse number="11">хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та</verse>
				<verse number="12">каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам;</verse>
				<verse number="13">акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ. Эсӗ Хӑвӑн Исаак чуру валли суйласа хунӑ хӗр ҫавӑ пулӗ вара; Эсӗ манӑн хуҫама [Авраама] ырӑлӑх тунине эпӗ ҫакӑнтан пӗлӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл [хӑй ӑшӗнче] ҫапла каласа та пӗтереймен, акӑ Ревекка — Вафуил хӗрӗ, Авраам пиччӗшне Нахора арӑмӗ, Милка, ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ — тухать, кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫине лартнӑ;</verse>
				<verse number="16">хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, арҫынпа хутшӑнман хӗр пулнӑ. Вӑл пусӑ патне аннӑ та, кӑкшӑмне тултарса, ҫӳлелле улӑхнӑ.</verse>
				<verse number="17">Чура ӑна хирӗҫ чупса пырса каланӑ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӗрӗ: ӗҫех, ырӑ ҫыннӑм, тенӗ. Ҫавӑнтах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарса ӑна шыв ӗҫтернӗ.</verse>
				<verse number="19">Ӑна ӗҫтерсе тӑрантарсассӑн каланӑ: эпӗ санӑн тӗвӳсем валли те шыв ӑсса [пурте] ӗҫсе тӑраничченех шӑварӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара ҫавӑнтах хӑй кӑкшӑмӗнчи шывне валашкана янӑ та татах пусӑ патне [шыв] ӑсма чупса кайнӑ, унӑн пур тӗви валли те шыв ӑсса панӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫак ҫын ун ҫине пӗр чӗнмесӗр тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ, вӑл хӑйӗн ҫулне Ҫӳлхуҫа пилленипе пиллеменнине ӑнкарасшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Тӗвисем ӗҫсе тӑрансассӑн, ҫав ҫын хӗре ҫур сикль таякан ылтӑн алка тата аллисене тӑхӑнмашкӑн вунӑ сикль таякан икӗ ылтӑн сулӑ кӑларса панӑ;</verse>
				<verse number="23">[вара унран ыйтса] каланӑ: кала-ха мана, эсӗ кам хӗрӗ? санӑн аҫу килӗнче пире ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Хӗр ӑна каланӑ: эпӗ Вафуил хӗрӗ, Милка Нахора ҫуратса панӑ ывӑлӗн хӗрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ӑна татах каланӑ: пирӗн улӑм та, выльӑх апачӗ те нумай; ҫӗр каҫма та вырӑн пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вара ҫак ҫын тайӑлса илнӗ, унтан ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ та</verse>
				<verse number="27">каланӑ: Авраам хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл манӑн хуҫама Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен, Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен татса хӑвармарӗ! Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗ ҫулпа хуҫам тӑванӗн ҫурчӗ патнех илсе килчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Хӗр чупса кайнӑ та килӗнче ҫакӑн ҫинчен амӑшне каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="29">Ревеккӑн Лаван ятлӑ пиччӗшӗ пулнӑ. Лаван ҫав ҫын патне, ҫӑл патне, чупса кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать;</verse>
				<verse number="31">Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫынни кӗнӗ. Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ;</verse>
				<verse number="33">унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ. Ӑна вара: кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури;</verse>
				<verse number="35">Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ;</verse>
				<verse number="36">Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ;</verse>
				<verse number="37">хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил,</verse>
				<verse number="38">манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.</verse>
				<verse number="39">Эпӗ хамӑн хуҫама каларӑм: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле пырасшӑн пулмӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="40">Вӑл мана каларӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче ҫӳретӗп, санпа пӗрле Вӑл Хӑйӗн Ангелне ярӗ, санӑн ҫулна ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, манӑн ывӑлӑм валли арӑм хамӑн тӑвансем хушшинчен, хамӑн аттем килӗнчен, илӗн;</verse>
				<verse number="41">манӑн тӑванӑмсем патне кайса килсессӗн, эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, вӗсем сана хӗр памасассӑн та, эсӗ эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="42">Эпӗ паян ҫӑл патне ҫитрӗм те каларӑм: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! Эпӗ килнӗ ҫула Эсӗ ӑнӑҫлӑ тӑватӑн пулсассӑн,</verse>
				<verse number="43">акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, [хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ,] шыв ӑсма тухакан пӗр хӗрне эпӗ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тейӗп,</verse>
				<verse number="44">«хӑв та ӗҫ, эпӗ тата санӑн тӗвӳсене те ӑсса парӑп» тесе калакан хӗр манӑн хуҫамӑн ывӑлӗ валли [Хӑйӗн Исаак чури валли] Ҫӳлхуҫа тупса хунӑ хӗр пулӗ; [Эсӗ манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тунине эпӗ ҫавӑнтан пӗлӗп], терӗм.</verse>
				<verse number="45">Хам ӑшӑмра ҫакна каласа та пӗтереймерӗм, акӑ Ревекка тухрӗ: хулпуҫҫийӗ ҫине кӑкшӑмне лартнӑ, вӑл ҫӑл патне пычӗ те шыв ӑсса илчӗ; эпӗ ӑна: мана ӗҫтерсем, терӗм.</verse>
				<verse number="46">Вӑл ҫавӑнтах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен илчӗ те: ӗҫех, эпӗ санӑн тӗвӳсене те шӑварӑп, терӗ. Эпӗ ӗҫрӗм, вӑл [манӑн] тӗвесене те шӑварчӗ.</verse>
				<verse number="47">Эпӗ унран ыйтса: [кала-ха мана,] эсӗ кам хӗрӗ? терӗм. Вӑл: Милка Нахора ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ, терӗ. Эпӗ ӑна хӑлха алки патӑм, аллисене тӑхӑнмашкӑн сулӑсем патӑм.</verse>
				<verse number="48">Эпӗ вара чӗркуҫленсе лартӑм та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӑм, Ҫӳлхуҫана — хамӑн Авраам хуҫамӑн Туррине — мухтарӑм: хуҫам тӑванӗн хӗрне унӑн ывӑлӗ валли илмешкӗн Вӑл мана тӳрӗ ҫулпа илсе килчӗ.</verse>
				<verse number="49">Халӗ калӑр ӗнтӗ мана: сирӗн манӑн хуҫама ырӑлӑх кӑтартма, кирлине тума кӑмӑлӑр пур-и, ҫук-и? каласамӑр мана, вара эпӗ е сылтӑмалла, е сулахаялла каям, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Лаванпа Вафуил ӑна хуравласа каланӑ: ку ӗҫ Ҫӳлхуҫа Турӑран килнӗ; эпир сана хирӗҫ усал та, ырӑ та калаймастпӑр;</verse>
				<verse number="51">акӑ Ревекка сан умӑнта; ил те кай [ӑна]; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӑл санӑн хуҫу ывӑлӗн арӑмӗ пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="52">Авраам чури, вӗсен сӑмахне илтсессӗн, ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="53">Вӑл кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтирсем кӑларса Ревеккӑна панӑ; ҫавӑн пекех унӑн пиччӗшне те, унӑн амӑшне те чаплӑ парнесем панӑ.</verse>
				<verse number="54">Вӑл та, унпа пӗрле пынӑ ҫынсем те ҫинӗ, ӗҫнӗ, ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Ирхине тӑрсассӑн, вӑл: мана ярӑр ӗнтӗ, [эпӗ] хамӑн хуҫам патне [каям], тенӗ.</verse>
				<verse number="55">Анчах хӗрӗн пиччӗшӗпе амӑшӗ каланӑ: хӗрӗмӗр пирӗнпе пӗрле вунӑ кун та пулин пурӑнтӑр-ха, вара кайӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="56">Вӑл вӗсене каланӑ: чарса ан тӑрӑр-ха мана, Ҫӳлхуҫа манӑн ҫула ӑнӑҫлӑ турӗ; мана ярӑр ӗнтӗ, эпӗ хамӑн хуҫам патне каям, тенӗ.</verse>
				<verse number="57">Вӗсем: хӗре чӗнсе кӗртер те унран ыйтар, вӑл мӗн калӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="58">Ӗнтӗ Ревеккӑна чӗнсе кӗртнӗ те ӑна каланӑ: ҫак ҫынпа пӗрле кайӑн-и? тенӗ. Вӑл: кайӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="59">Вара Ревеккӑна, хӑйсен йӑмӑкне, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑмпа пӗрле янӑ; Авраам чурине те, унпа пӗрле килнӗ ҫынсене те янӑ.</verse>
				<verse number="60">Ревеккӑна пиллесе каланӑ: эй йӑмӑкӑмӑр! санран пин хутчен пин ҫын ҫуралтӑр, санӑн тӑхӑму хӑйӗн тӑшманӗсен ҫуртне-йӗрне ярса илтӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="61">Ревеккӑпа унӑн хӗрарӑм тарҫисем тӑнӑ та тӗвесем ҫине ларса ҫав ҫын хыҫҫӑн кайнӑ. Чура ҫапла Ревеккӑна илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="62">Исаак вара Беэр-лахай-роирен таврӑннӑ пулнӑ — вӑл ун чухне кӑнтӑр енчи ҫӗрте пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="63">Каҫ пулас умӗн Исаак хире шухӑшламашкӑн тухнӑ, вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ тӗвесем килеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="64">Ревекка пӑхнӑ та, Исаака курса, тӗве ҫинчен аннӑ.</verse>
				<verse number="65">Вӑл чурана каланӑ: хир тӑрӑх пире хирӗҫ килекен ҫын кам вӑл? тенӗ. Чура: манӑн хуҫам вӑл, тенӗ. Ревекка вара пӗркенчӗк илсе пӗркеннӗ.</verse>
				<verse number="66">Хӑй мӗн тунине чура пурне те Исаака каласа панӑ.</verse>
				<verse number="67">Исаак Ревеккӑна хӑйӗн амӑшӗн, Саррӑн, чатӑрне илсе кӗнӗ, Исаак ӑна арӑм тунӑ, Ревекка унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ, Исаак ӑна питӗ юратнӑ; амӑшӗшӗн [Саррӑшӑн] хуйхӑрни пусарӑннӑ вара.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Авраам тата Хеттура ятлӑ арӑм илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Арӑмӗ ӑна Зимран, Иокшан, Медан, Мадиан, Ишбак тата Шуах ятлӑ ачасем ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="3">Иокшанӑн Шева, [Феман] тата Дедан ҫуралнӑ; Дедан ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: [Рагуил, Навдеил,] Ашурим, Летушим тата Леюмим.</verse>
				<verse number="4">Мадиан ывӑлӗсем: Ефа, Ефер, Ханох, Авида тата Елдага. Вӗсем пурте Хеттура ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="5">Хӑйӗн мӗн пуррине пурне те Авраам [хӑйӗн ывӑлне] Исаака панӑ,</verse>
				<verse number="6">ҫум-арӑмӗсем ҫуратнӑ ывӑлӗсене Авраам парнесем панӑ та хӑй сывӑ чухнех Исаакран, хӑйӗн ывӑлӗнчен, тухӑҫ енне тухӑҫри ҫӗр ҫине уйӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="7">Авраам пурӑннӑ кунҫул ҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫул пулнӑ;</verse>
				<verse number="8">Авраам ватӑлса ҫитсе, [пурӑнӑҫпа] тӑраниччен пурӑнса вилнӗ, вара канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӑна Исаакпа Измаил, хӑйӗн ывӑлӗсем, Махпела текен сӑрт хӑвӑлне, Ефронӑн — хет ҫыннин, Цохар ывӑлӗн — Мамре тӗлӗнчи хирне, пытарнӑ,</verse>
				<verse number="10">ҫав ҫӗре [тата сӑрт хӑвӑлне] Авраам Хет ывӑлӗсенчен сутӑн илнӗ пулнӑ. Унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Авраам вилсессӗн, Турӑ унӑн ывӑлне, Исаака, пилленӗ. Исаак Беэр-лахай-рои ҫывӑхӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Акӑ Египет хӗрӗ Агарь — Сарра тарҫи — Авраама ҫуратса панӑ Измаилӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ;</verse>
				<verse number="13">акӑ Измаил ывӑлӗсен ячӗсем, вӗҫе-вӗҫӗн ҫуралса пынӑ ывӑлӗсен ячӗсем: Измаилӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлӗ Наваиоф, ун хыҫӗнчен Кедар, Адбеел, Мивсам,</verse>
				<verse number="14">Мишма, Дума, Масса,</verse>
				<verse number="15">Хадад, Фема, Иетур, Нафиш тата Кедма.</verse>
				<verse number="16">Хӑйсен ялӗ-хулинче, хӑйсен тапӑрӗсенче пурӑнакан Измаил ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ, вӗсен ячӗсем ҫаксем ӗнтӗ. Вӗсем — хӑйсен ӑрӑвӗсен вуникӗ ҫулпуҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Измаил пурӑннӑ кунҫул ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул пулнӑ; вара унӑн ӗмӗрӗ иртнӗ, вӑл вилнӗ, канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем Хавилапа Сур хушшинче пурӑннӑ, Сур вара Ассирие кайнӑ чухне Египет тӗлӗнче юлать. Вӗсем хӑйсен пӗтӗм тӑванне хирӗҫех вырӑнаҫса тухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Акӑ Исаакӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ. Авраамран Исаак ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ревеккӑна — Месопотамире пурӑнакан арамей ҫыннин Вафуилӑн хӗрне, арамей ҫыннин Лаванӑн йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ чухне Исаак хӗрӗх ҫулта пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Исаак хӑйӗн арӑмӗшӗн [Ревеккӑшӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл тип варлӑ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна илтнӗ, вара Ревекка, арӑмӗ, йывӑр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ывӑлӗсем ӗнтӗ унӑн варӗнчех ҫапкалашма пуҫланӑ, вӑл вара: капла пулас пулсассӑн, мӗн кӗтет-ха мана? тенӗ. Вара Ҫӳлхуҫаран ыйтма кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: санӑн ӑшунта икӗ ӑру; санӑн варунтан икӗ тӗрлӗ халӑх тухӗ: пӗр халӑхӗ тепринчен вӑйлӑрах пулӗ, асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ӗнтӗ унӑн ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитнӗ: акӑ унӑн варӗнче йӗкӗрешсем-мӗн.</verse>
				<verse number="25">Малтанхи хӗп-хӗрлӗ ҫуралнӑ, пӗтӗмпе тир пек ҫӑмлӑ пулнӑ, ӑна Исав ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="26">Унтан унӑн шӑллӗ ҫуралнӑ, вӑл аллипе Исав ури тупанӗнчен тытса тухнӑ; ӑна Иаков ятлӑ хунӑ. Вӗсем [Ревеккӑран] ҫуралнӑ чухне Исаак утмӑл ҫулта пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ачасем ӳссе ҫитӗннӗ; Исав кайӑк тытма ӑста ҫын пулнӑ, хир ҫынни пулнӑ; Иаков йӑваш ҫын, чатӑрта пурӑнакан ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Исаак Исав тытнӑ кайӑк ашне кӑмӑлланӑ, ҫавӑнпа вӑл Исава юратнӑ, Ревекка вара Иакова юратнӑ.</verse>
				<verse number="29">Иаков апат пӗҫернӗ пулнӑ; Исав хиртен ӗшенсе килнӗ.</verse>
				<verse number="30">Исав Иакова каланӑ: эсӗ мана хӗрлине, ҫак хӗрлине ҫиме пар-ха, эпӗ ӗшенсе килтӗм, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Эдом теме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="31">Анчах Иаков [Исава] каланӑ: малтан мана хӑвӑн аслӑлӑхна сут, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Исав: акӑ эпӗ вилетӗп; малтан ҫурални мана мӗне кирлӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Иаков [ӑна] каланӑ: тупа ту халех, тенӗ. Вӑл ун умӗнче тупа тунӑ, ҫапла [Исав] хӑйӗн аслӑлӑхне Иакова сутнӑ.</verse>
				<verse number="34">Иаков Исава ҫӑкӑрпа ясмӑк яшки панӑ; вӑл ҫинӗ, ӗҫнӗ, унтан тӑрса тухса кайнӑ; ҫапла Исав хӑйӗн аслӑлӑхне пӑрахӑҫланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Авраам пурӑннӑ чухне пулнӑ выҫлӑхсӑр пуҫне ҫак ҫӗрте каллех выҫлӑх пулнӑ; Исаак Авимелех патне, Филисти патши патне, Герара кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Египета ан кай; Эпӗ сана кӑтартас ҫӗрте пурӑн,</verse>
				<verse number="3">ҫак ҫӗр тӑрӑх ҫӳре, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана пиллӗп, ҫак ҫӗрсене пӗтӗмпех сана тата санӑн йӑхна парӑп, Авраама, санӑн аҫуна, [Хам] тупа туса каланине вырӑна килтерӗп;</verse>
				<verse number="4">Авраам [санӑн аҫу] Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн, Эпӗ мӗн тума каланине тунӑшӑн — Эпӗ хушнине, Манӑн йӗркесене, Манӑн саккунсене туса тӑнӑшӑн — санӑн йӑхна тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ тӑвӑп, ҫак ҫӗрсене пурне те санӑн йӑхна парӑп; ҫӗр ҫинчи пур халӑх та санӑн вӑрлӑху урлӑ пиллӗхлӗ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">Исаак Герара пырса вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫав вырӑнти ҫынсем унӑн арӑмӗ [Ревекка] ҫинчен ыйтнӑ, вӑл вӗсене: ку манӑн йӑмӑкӑм, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн «ку манӑн арӑм» теме хӑранӑ: вӑл «Ревекка питех те илемлӗ пулнӑран ҫак ҫӗрти ҫынсем мана уншӑн ан вӗлерччӗр» тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл унта пурӑнни чылай вӑхӑт иртсессӗн, Авимелех — Филисти патши — чӳречерен пӑхнӑ та Исаак Ревеккӑпа, хӑйӗн арӑмӗпе, вылянине курнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара Авимелех Исаака чӗнтерсе илсе каланӑ: акӑ ку санӑн арӑму-ҫке; епле-ха эсӗ: вӑл манӑн йӑмӑк пулать, терӗн? тенӗ. Исаак ӑна каланӑ: эпӗ манӑн ун пирки вилес марччӗ тесе шухӑшларӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Авимелех [ӑна] каланӑ: эсӗ капла пире мӗн турӑн? [манӑн] ҫынсенчен пӗри санӑн арӑмупа кӑшт анчах хутшӑнман, эсӗ пире ҫылӑха кӗртеттӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара Авимелех пӗтӗм халӑхне хытарса каланӑ: кам та кам ҫак ҫынна тата унӑн арӑмне тӗкӗнет, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Исаак ҫав ҫӗрте тырӑ акнӑ, ҫав ҫулхине ҫӗр хут нумайрах урпа пухса илнӗ: ӑна Ҫӳлхуҫа ҫапла пилленӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫак ҫын асла тухнӑ, вӑл, ытларан ытла ҫӗкленсе, питех те асла тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Унӑн вак выльӑх кӗтӗвӗсем те, шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те пулнӑ, темӗн чухлӗ ана пулнӑ, филистимсем ӑна ӑмсана пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="15">Унӑн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне ашшӗн чурисем алтнӑ пусӑсене пӗтӗмпех филистимсем ишсе, тӑпра ярса хупласа лартнӑ.</verse>
				<verse number="16">Авимелех Исаака каланӑ: пирӗн патӑмӑртан кай, эсӗ пирӗнтен чылай вӑйлӑрах пулса кайрӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара Исаак унтан кайнӑ, Герар айлӑмне ҫитсе, чатӑрсем карса лартса, ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="18">Хӑйӗн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне алтнӑ пусӑсене — [хӑйӗн ашшӗ] Авраам вилсессӗн филистимсем ишсе-хупласа лартнӑ пусӑсене — Исаак ҫӗнӗрен чавса уҫнӑ; вӗсене хӑйӗн ашшӗ [Авраам] панӑ ятсенех парса тухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Исаак чурисем айлӑмра [Герар айлӑмӗнче] алтнӑ та унта чӗрӗ шывлӑ пусӑ чавса кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="20">Герар кӗтӳҫисемпе Исаак кӗтӳҫисем: ку пирӗн шыв, тесе тавлашнӑ. Ҫапла тавлашнӑран Исаак ҫак пусса Есек тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="21">[Исаак унтан тапранса кайсассӑн,] тепӗр пусӑ алтса кӑларнӑ; ун пирки те ҫаплах тавлашнӑ; вӑл ӑна Ситна тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл кунтан тапранса кайнӑ та урӑх пусӑ алтнӑ, кун пирки тавлашман вара; ӑна Реховоф ят панӑ, вӑл: халӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире ирӗк вырӑн пачӗ, эпир ҫӗр ҫинче ӗрчӗпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Кунтан вӑл Вирсавияна куҫнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫав каҫхине ӑна Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ — Авраамӑн, санӑн аҫун, Турри; ан хӑра, Эпӗ санпала пӗрле; сана пиллӗп, санӑн йӑхна йышлӑлантарӑп, ҫакна [санӑн аҫушӑн] Авраамшӑн, Хамӑн чурамшӑн, тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл вара унта парне вырӑнӗ тунӑ та Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. Вӑл унта чатӑр карса лартнӑ, Исаак чурисем унта [Герар айлӑмӗнче] пусӑ алтса кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ун патне Герартан Авимелех хӑйӗн тусӗпе Ахузафпа тата хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле пынӑ.</verse>
				<verse number="27">Исаак вӗсене каланӑ: эсир мана курайми пулса хӑвӑр патӑртан хӑваласа янӑ хыҫҫӑн ман патӑма мӗншӗн килтӗр тата? тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем каланӑ: Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пулнине эпир уҫҫӑнах куртӑмӑр, ҫавӑнпа эпир санпа хамӑр хушшӑмӑрта тупа тӑвас, санпа пӗр канашлӑ пулма сӑмах татас терӗмӗр,</verse>
				<verse number="29">эпир сана тивмесӗр, саншӑн ыррине анчах туса тӑрса, кӑмӑллӑн ӑсатса янӑ пек, эсӗ те пире усал ан тутӑрччӗ терӗмӗр; халӗ сана Ҫӳлхуҫа пиллӗхлӗ турӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Исаак вӗсемшӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем ӗҫнӗ, ҫинӗ.</verse>
				<verse number="31">Ирхине ирех тӑнӑ та пӗрне-пӗри тупа тунӑ; вара Исаак вӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем ун патӗнчен кӑмӑллӑн тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫав кунах Исаак чурисем пырса ӑна хӑйсем алтакан пусӑ ҫинчен хыпар тунӑ, вӗсем ӑна: эпир шыв тупрӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫав пусса вӑл Шива тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа ҫав хула ку таранчченех Беэршива [Вирсавия] ятлӑ.</verse>
				<verse number="34">Исав хӗрӗх ҫулта пулнӑ, вӑл хӑй валли Иегудифӑна — хет ҫыннин Беэрӑн хӗрне — тата Васемафӑна — хет ҫыннин Елонӑн хӗрне — качча илнӗ.</verse>
				<verse number="35">Вӗсем иккӗшӗ те Исаакпа Ревеккӑна килӗшмен.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Ватӑлса ҫитсе куҫӗ курми пулсассӑн, Исаак хӑйӗн аслӑ ывӑлне Исава чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эй ывӑлӑм! тенӗ. Лешӗ ӑна: эпӗ кунтах, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">[Исаак] каланӑ: акӑ эпӗ ватӑлтӑм; хам вилес кунӑма пӗлместӗп;</verse>
				<verse number="3">халӗ хӑвӑн сӑпрайна, ухӑ йӗппипе уххуна, ил те хире кайса ман валли кайӑк тытса кил,</verse>
				<verse number="4">ман валли хам юратакан апата хатӗрле те мана ҫитерме илсе кил, хам виличчен чунӑм сана пиллесе хӑвартӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Исаак хӑйӗн ывӑлне Исава мӗн каланине Ревекка илтсе тӑнӑ. Исав вара хире кайӑк тытма кайнӑ;</verse>
				<verse number="6">Ревекка хӑйӗн [кӗҫӗн] ывӑлне Иакова каланӑ: акӑ эпӗ аҫу санӑн Исав пиччӳне мӗн каланине илтрӗм:</verse>
				<verse number="7">ман валли кайӑк тытса кил, мана апат хатӗрлесе пар; эпӗ ҫием, вара хам виличчен сана Ҫӳлхуҫа умӗнче пиллем, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Ывӑлӑм, эсӗ халӗ эпӗ сана мӗн каланине, мӗн хушнине итле:</verse>
				<verse number="9">кӗтӳ патне кай та унтан мана икӗ [ҫамрӑк] качака путекки тытса килсе пар; эпӗ аҫу валли хӑй юратакан апатне хатӗрлесе парӑп,</verse>
				<verse number="10">эсӗ ӑна аҫу патне илсе кӗрӗн те, вӑл ҫийӗ, хӑй виличчен сана пиллесе хӑварӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иаков хӑйӗн амӑшне Ревеккӑна каланӑ: манӑн Исав пиччем ҫӑмламас ҫын, эпӗ яка ӳтлӗ ҫын;</verse>
				<verse number="12">тен, аттем мана хыпаласа пӑхӗ те, эпӗ вара унӑн куҫӗ умӗнче ултавҫӑ пулӑп, хам ҫине пиллӗх вырӑнне ылхан кӳрӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Амӑшӗ ӑна каланӑ: ывӑлӑм, сана тивес ылхан ман ҫие пултӑр, эсӗ манӑн сӑмахӑма ҫеҫ итле, кай, илсе килсе пар мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӑл кайнӑ та, тытса килсе, амӑшне панӑ; амӑшӗ вара унӑн ашшӗ юратакан апатне пӗҫерсе хунӑ.</verse>
				<verse number="15">Килӗнчи тумтиртен Ревекка аслӑ ывӑлӗн Исавӑн чаплӑ тумне илнӗ те [ӑна] кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтартнӑ;</verse>
				<verse number="16">унӑн аллисене, ҫара мӑйне качака путекки тирӗпе витсе ҫыхнӑ;</verse>
				<verse number="17">унтан хӑй хатӗрленӗ апачӗпе ҫӑкӑрне Иакова, хӑйӗн ывӑлне, тыттарнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл ашшӗ патне кӗнӗ те: аттем! тенӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ кунтах; ывӑлӑм, эсӗ кам? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Иаков хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ Исав, малтанхи ывӑлу, пурне те эсӗ каланӑ пек турӑм; тӑр та манӑн кайӑк ашне ларса ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Исаак хӑйӗн ывӑлне каланӑ: эй ывӑлӑм! епле эсӗ питӗ хӑвӑрт тупса килтӗн? тенӗ. Вӑл: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ӑна мана хирӗҫех ячӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вара Исаак Иакова каланӑ: [ман ҫывӑхӑма] кил-ха, ывӑлӑм, эпӗ сана хыпаласа пӑхам, эсӗ манӑн Исав ывӑлӑм-и, вӑл мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Иаков Исаак патне, хӑйӗн ашшӗ патне, пырса тӑнӑ, ашшӗ ӑна хыпаласа пӑхнӑ та каланӑ: сасси — Иаков сасси, аллисем — Исав аллисем, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл ӑна паллайман, мӗншӗн тесессӗн Иаков аллисем Исав пиччӗшӗн аллисем пекех ҫӑмламас пулнӑ; вара ӑна пиллесе</verse>
				<verse number="24">каланӑ: манӑн Исав ывӑлӑм эсӗ-и? тенӗ. Иаков: эпӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Исаак каланӑ: пар-ха мана, эпӗ ывӑлӑм кайӑкне ҫием, манӑн чунӑм сана пиллемелле пултӑр, тенӗ. Иаков ӑна панӑ, вӑл ҫинӗ; ӑна эрех те кӳрсе панӑ, вӑл ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="26">Исаак, ашшӗ, ӑна каланӑ: [ман патӑма] кил-ха, чупту мана, ывӑлӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл ашшӗ патне пырса ӑна чуптунӑ. Исаак унӑн тумтирӗн шӑршине туйса илнӗ, вӑл ӑна пиллесе каланӑ: ывӑлӑм шӑрши — уй-хир шӑрши, Ҫӳлхуҫамӑр пилленӗ [тулли] уй-хир шӑрши;</verse>
				<verse number="28">Турӑ сана тӳпери сывлӑмран, ҫӗр тулӑхӗнчен ырӑлӑх парса тӑтӑр, иксӗлми тырӑ-пулӑ, эрех парса тӑтӑр;</verse>
				<verse number="29">сана халӑхсем пӑхӑнса тӑччӑр, сана этем йӑхӗсем пуҫҫапчӑр; хӑвӑн тӑванусен хуҫи пулса пурӑн, аннӳ ывӑлӗсем сана пуҫҫапчӑр; сана ылханакансем — ылханлӑ; сана пиллекенсем — пиллӗхлӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Исаак [хӑйӗн ывӑлне] Иакова пиллӗх парсассӑнах, Иаков Исаакӑн, хӑйӗн ашшӗн, куҫӗ умӗнчен тухса кайсассӑнах, Исав, пиччӗшӗ, кайӑк тытса таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл та апат пӗҫернӗ те, хӑйӗн ашшӗ патне илсе кӗрсе, ашшӗне каланӑ: тӑрсам, аттем, ывӑлун кайӑкне ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Исаак вара, ашшӗ, ӑна: кам эсӗ? тенӗ. Вӑл: эпӗ санӑн ывӑлу, малтанхи ывӑлу, Исав, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Исаак темӗн тӗрлӗ хытӑ чӗтӗресе кайнӑ та каланӑ: [ман валли] кайӑк тытса килекенӗ, мана кӳрсе параканӗ кам пулчӗ вара? эпӗ эсӗ киличчен пурне те ҫирӗм, эпӗ ӑна пиллерӗм; ӗнтӗ вӑлах пиллӗхлӗ пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Исав хӑйӗн ашшӗн [Исаакӑн] сӑмахне итлесе пӗтерсессӗн хытӑ кӑшкӑрса хурланса йӗре пуҫланӑ, вӑл ашшӗне: эй аттем! мана та пиллесем, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Анчах вӑл [ӑна]: санӑн шӑллу чееленсе килсе кӗчӗ те санӑн пиллӗхне илсе тухрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Вара [Исав] каланӑ: вӑл мана икӗ хут такӑнтарчӗ ӗнтӗ, ӑна ҫавӑнпах Иаков ятлӑ хуман-и? Вӑл манӑн аслӑлӑхӑма туртса илчӗ, акӑ халӗ мана тивес пиллӗхе те илчӗ, тенӗ. [Исав хӑйӗн ашшӗне] татах каланӑ: эсӗ ман валли [те] пиллӗх хӑвармарӑн-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Исаак Исава хуравласа каланӑ: акӑ эпӗ ӑна санӑн хуҫу туса хутӑм, унӑн тӑванӗсене пурне те унӑн чури турӑм; ӑна тырӑ-пулӑ, эрех пиллерӗм; ывӑлӑм, саншӑн эпӗ мӗн тӑвайӑп ӗнтӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Исав хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, санӑн пӗр пиллӗх анчах-и вара? аттеҫӗм, мана та пиллесем! тенӗ. [Исаак пӗр чӗнмесӗр тӑнӑран] Исав сасӑпа йӗрсе янӑ.</verse>
				<verse number="39">Исаак, ашшӗ, ӑна хуравласа каланӑ: акӑ эсӗ ҫӗр тулӑхӗнчен, тӳпе сывлӑмӗнчен аякра пурӑнӑн;</verse>
				<verse number="40">хӗҫӳ мӗн тупать, ҫавӑнпа пурӑнӑн, хӑвӑн тӑванна пӑхӑнса тӑрӑн; вӑхӑт ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ тӑрса, унӑн пусмӑрне ӗнсӳ ҫинчен сирсе ывӑтӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Исав вара Иакова ашшӗ панӑ пиллӗхӗшӗн курайми пулнӑ; Исав хӑй ӑшӗнче: аттемшӗн йӗрес кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ — Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмахсене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать;</verse>
				<verse number="43">халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] манӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар;</verse>
				<verse number="44">пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен,</verse>
				<verse number="45">пиччӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатас-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Исаака вара Ревекка ҫапла каланӑ: хетсен хӗрӗсем пирки манӑн пурӑнассӑм та килмест; Иаков хетсен хӗрне качча илес пулсассӑн, ҫаксем евӗрлине, ҫак ҫӗрти хӗрсем евӗрлине илес пулсассӑн, мана пурӑнӑҫ мӗне кирлӗ? тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил;</verse>
				<verse number="2">тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил;</verse>
				<verse number="3">Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр;</verse>
				<verse number="4">сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Исаак вара Иаковпа сывпуллашнӑ, Иаков Месопотамие Лаван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне — тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="6">Исаак Иакова пилленине, ӑна Месопотамие ҫавӑнтан арӑм илме пиллесе янине, «ханаан хӗрӗсенчен ху валли арӑм ан ил» тесе ӳкӗтленине,</verse>
				<verse number="7">Иаковӗ хӑйӗн ашшӗпе амӑшне итлесе Месопотамие тухса кайнине Исав курнӑ.</verse>
				<verse number="8">Исав хӑйӗн ашшӗ, Исаак, ханаан хӗрӗсене килӗштерменнине те курнӑ;</verse>
				<verse number="9">вара вӑл Измаил патне кайнӑ та ытти арӑмӗсемсӗр пуҫне тата Махалафӑна — Авраам ывӑлӗн Измаилӑн хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ.</verse>
				<verse number="10">Иаковӗ Вирсавияран тухса Харрана кайнӑ,</verse>
				<verse number="11">пӗр тӗле ҫитнӗ те хӗвел анса ларнӑран ҫавӑнта ҫӗр каҫма чарӑннӑ. Ҫав вырӑнти пӗр чула илнӗ те, ӑна пуҫелӗк вырӑнне хурса, ҫавӑнта ҫывӑрма выртнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл тӗлӗк курнӑ: акӑ ҫӗр ҫинче пусма тӑрать, унӑн ҫӳл вӗҫӗ тӳпенех перӗнет; акӑ Турӑ Ангелӗсем ун тӑрӑх пӗр улӑхаҫҫӗ, пӗр анаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Акӑ ун ҫинче Ҫӳлхуҫа тӑрать, Вӑл ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн аҫун Авраамӑн Турри, Исаак Турри; [ан хӑра]. Эсӗ выртакан ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна парӑп;</verse>
				<verse number="14">санӑн йӑху ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек йышлӑ пулӗ; эсӗ анӑҫпа тухӑҫ еннелле, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле сарӑлӑн; сан урлӑ, санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур ӑру та пиллӗхлӗ пулӗ;</verse>
				<verse number="15">акӑ Эпӗ санпала пӗрле: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, сана пур ҫӗрте те сыхласа хӑварӑп; сана ҫак ҫӗр ҫине каялла ҫавӑрса килӗп, сана Хам мӗн каланине туса ҫитермесӗр Эпӗ сана пӑрахмӑп, тет.</verse>
				<verse number="16">Иаков ыйхинчен вӑранса кайнӑ та: чӑнах, ку вырӑнта Ҫӳлхуҫа пурӑнать; эпӗ ӑна пӗлмен! тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ку вырӑн епле хӑрушӑ! ку ахаль вырӑн мар, ку Турӑ ҫурчӗ, ку тӳпе хапхи, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Иаков ирхине ирех тӑнӑ та, пуҫ айне хурса выртнӑ чулне илсе, ӑна палӑк туса лартнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вара [Иаков] ҫав вырӑна Вефиль тесе ят панӑ, ҫав хулан ӗлӗкхи ячӗ Луз пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн,</verse>
				<verse number="21">эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пулсассӑн,</verse>
				<verse number="22">ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пайне эпӗ Сана парӑп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Иаков тӑнӑ та тухӑҫ ывӑлӗсен ҫӗрне [Лаван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне] тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл курах кайнӑ: акӑ хир варринче пусӑ, унта ун тавра виҫӗ кӗтӳ вак выльӑх выртать, мӗншӗн тесессӗн кӗтӳсене ҫав пусӑран шӑварнӑ. Пусӑ ҫӑварне пысӑк чулпа хупланӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Пусӑ ҫӑварне хупласа тӑракан чула мӗнпур кӗтӳ пухӑнсассӑн ҫеҫ йӑвантарса яма юранӑ, сурӑхсене ҫавӑн чухне ҫеҫ шӑварнӑ; унтан пусӑ ҫӑварне каллех чулпа хупласа хунӑ.</verse>
				<verse number="4">Иаков вӗсене [кӗтӳҫӗсене]: тӑванӑмсем! эсир ӑҫтисем? тенӗ. Вӗсем: эпир Харранран, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Лавана, Нахор ывӑлне, пӗлетӗр-и? тенӗ. Вӗсем: пӗлетпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл вӗсене татах каланӑ: вӑл сывӑ пурӑнать-и? тенӗ. Вӗсем: сывӑ пурӑнать; авӑ Рахиль, унӑн хӗрӗ, сурӑхсемпе килет, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">[Иаков] каланӑ: акӑ каҫ пуласси часах мар-ха; выльӑхсене пухма вӑхӑт ҫитмен-ха; сурӑхӑрсене шӑварӑр та кайӑр, кӗтсе ҫӳрӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем каланӑ: мӗнпур кӗтӳ пуҫтарӑнса ҫитмесӗр, пусӑ ҫӑварӗнчи чула йӑвантарса ямасӑр каяймастпӑр; сурӑхсене эпир ҫавӑн чухне шӑваратпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иаков вӗсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра ашшӗн вак выльӑхӗпе Рахиль [Лаван хӗрӗ] пырса ҫитнӗ; вӑл [ашшӗн вак выльӑхне] кӗтсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="10">Рахиле — Лаван хӗрне, амӑш пиччӗшӗн хӗрне — тата Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене курсассӑн, Иаков пусӑ патне пынӑ та, ун ҫӑварне хупланӑ чула йӑвантарса ярса, Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене ӗҫтерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Унтан Иаков Рахиле чуптунӑ та сасӑпах йӗрсе янӑ.</verse>
				<verse number="12">Иаков Рахиле хӑй унӑн ашшӗн тӑванӗ иккенне, Ревекка ывӑлӗ иккенне каласа панӑ. Рахиль килне чупса кайнӑ та [ҫакна пӗтӗмпех] ашшӗне каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="13">Лаван, Иаков ҫинчен — хӑй йӑмӑкӗн ывӑлӗ ҫинчен — илтсессӗн, ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ, ӑна ыталаса илнӗ, чуптунӑ, унтан ӑна хӑй килне илсе кӗнӗ; вӑл Лавана ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ.</verse>
				<verse number="14">Лаван ӑна: чӑнах, эсӗ манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм, тенӗ. Вара Иаков ун патӗнче уйӑхӗпех пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Лаван Иакова каланӑ: манӑн тӑванӑм тесе эсӗ маншӑн ахалех ӗҫлесе тӑрӑн-и? кала мана, сана мӗн тӳлес? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Лаванӑн икӗ хӗр пулнӑ: асли Лия ятлӑ, кӗҫӗнни Рахиль ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Лийӑн куҫӗ витӗрех мар пулнӑ, Рахилӗн вара пӗвӗ-сийӗ те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗ те илемлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Иаков Рахиле юратнӑ, вӑл: Рахильшӗн, кӗҫӗн хӗрӳшӗн, эпӗ сана ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Лаван [ӑна] каланӑ: кама та пулин урӑххине париччен манӑн ӑна сана парсассӑн авантарах пулӗ; ман патӑмра пурӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Иаков вара Рахильшӗн ҫичӗ ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ; ӑна юратнипе уншӑн ҫичӗ ҫул темиҫе кун пек анчах туйӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Вара Иаков Лавана каланӑ: манӑн арӑмӑма пар, манӑн ун патне кӗме вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Лаван ҫав таврари ҫынсене пурне те чӗнсе пухнӑ та ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="23">Каҫхине [Лаван] ун патне хӑйӗн хӗрне Лийӑна илсе кӗнӗ; [Иаков] ун патне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="24">Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмашкӑн хӑйӗн Зелфа ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна панӑ.</verse>
				<verse number="25">Ирхине ку Лия иккенни курӑннӑ. [Иаков] Лавана каланӑ: эсӗ капла мана мӗн турӑн? эпӗ сан патӑнта Рахильшӗн ӗҫлемерӗм-и вара? мӗншӗн эсӗ мана улталарӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="27">ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Иаков вара ҫапла тунӑ. Аслийӗн эрнине вӗҫлесессӗн, Лаван ӑна Рахиле, кӗҫӗн хӗрне, качча панӑ.</verse>
				<verse number="29">Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмашкӑн хӑйӗн Валла ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле панӑ.</verse>
				<verse number="30">[Иаков] Рахиль патне те кӗнӗ, Рахиле вӑл Лийӑран ытларах юратнӑ; ҫапла Лаван патӗнче тата ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="31">Лийӑна юратманнине Ҫӳлхуҫа [Турӑ] курнӑ, ҫавӑнпа унӑн варне ӗрчевлӗ тунӑ, Рахиль вара тип варлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">[Лия] каллех йывӑр ҫын пулса [Иакова иккӗмӗш] ывӑл ҫуратса панӑ та каланӑ: мана юратманнине Ҫӳлхуҫамӑр илтрӗ, ҫавӑнпа мана кӑна та пачӗ, тенӗ. Ӑна вӑл Симеон ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="34">Татах йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ упӑшкам ман ҫума ҫыпҫӑнӗ, эпӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Левий ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="35">Татах та йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ эпӗ Ҫӳлхуҫамӑра мухтӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Иуда ятлӑ хунӑ. Вара ҫуратма пӑрахнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Рахиль хӑй Иакова ача ҫуратса парайманнине кура аппӑшне ӑмсана пуҫланӑ, вара Иакова: мана ача пар, унсӑрӑн эпӗ вилетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Иаков Рахиле ҫилленнӗ те [ӑна]: эпӗ сан варна ача ҫуратмалла мар тунӑ Турӑ-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Рахиль каланӑ: акӑ манӑн Валла тарҫӑм; эсӗ ун патне кӗр; вӑл манӑн аркӑм ҫине ҫуратса патӑр, ун урлӑ эпӗ те ачаллӑ пулам, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара Рахиль Валлӑна, хӑйӗн тарҫине, ӑна арӑмлӑха панӑ; Иаков ун патне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="5">Валла [Рахиль тарҫи], йывӑр ҫын пулса, Иакова ывӑл ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="6">Рахиль каланӑ: Турӑ мана тӳрре кӑларчӗ, манӑн сассӑма илтрӗ, мана ывӑл пачӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Дан ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="7">Валла, Рахиль тарҫи, татах йывӑр ҫын пулса, Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="8">Рахиль каланӑ: эпӗ аппампа вӑйлӑ тавлашу кӑларса тавлашрӑм, ӑна ҫӗнтертӗм, тенӗ. Ӑна вара Неффалим ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="9">Лия хӑй ҫуратма пӑрахнине курнӑ та хӑйӗн тарҫине Зелфӑна илсе Иакова арӑмлӑха панӑ, [Иаков ун патне кӗнӗ].</verse>
				<verse number="10">Зелфа, Лия тарҫи, [йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова ывӑл ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="11">Лия: хутшӑнчӗ, тенӗ. Вӑл ӑна Гад ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="12">Зелфа, Лия тарҫи, [татах йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="13">Лия каланӑ: ку манӑн телее пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн хӗрарӑмсем мана телейлӗ тейӗҫ. Ӑна вара Асир ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="14">Тулӑ вырнӑ вӑхӑтра Рувим хире тухнӑ та унта мандрагор улми тупнӑ, ӑна Лийӑна, хӑйӗн амӑшне, илсе килсе панӑ. Рахиль [хӑйӗн аппӑшне] Лийӑна: ывӑлун мандрагорне мана пар-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Анчах [Лия] ӑна каланӑ: манӑн упӑшкама хӑвӑн аллуна илни сахал-им сана? манӑн ывӑлӑн мандрагорне те илесшӗн хапсӑнатӑн, тенӗ. Рахиль каланӑ: ывӑлун мандрагорӗшӗн кӗҫӗр вӑл санпала вырттӑр эппин, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иаков каҫпа хиртен таврӑннӑ, Лия ӑна хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: [паян] ман патӑма кӗр, эпӗ ывӑлӑм мандрагорне парса сана сутӑн илтӗм, тенӗ. Ҫав каҫхине вара Иаков унпа выртнӑ.</verse>
				<verse number="17">Турӑ Лийӑна илтнӗ: вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова пиллӗкӗмӗш ывӑл ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="18">Лия каланӑ: хамӑн тарҫӑма упӑшкама панӑшӑн Турӑ мана тавӑрса пачӗ, тенӗ. Ӑна вара Иссахар ятлӑ хунӑ [ку «тавӑрса пани» тени пулать].</verse>
				<verse number="19">Лия татах йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова улттӑмӗш ывӑл ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="20">Лия каланӑ: Турӑ мана лайӑх парне пачӗ; халӗ ӗнтӗ упӑшкам манпа пурӑнӗ, эпӗ ӑна ултӑ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ӑна вара Завулон ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="21">Унтан вӑл хӗр ҫуратнӑ, ӑна Дина ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="22">Турӑ Рахиле асне илнӗ, Турӑ ӑна илтнӗ, унӑн варне уҫнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та [Иакова] ывӑл ҫуратса панӑ, [Рахиль] каланӑ: Турӑ манӑн ҫийӗмри мӑшкӑла сирчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫамӑр мана тепӗр ывӑл та парӗ тесе, вӑл ӑна Иосиф ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="25">Рахиль Иосифа ҫуратнӑ хыҫҫӑн Иаков Лавана каланӑ: яр ӗнтӗ мана, эпӗ хамӑн вырӑнӑма, хамӑн ҫӗрӗме каям;</verse>
				<verse number="26">[мана] хамӑн арӑмӑмсене, хамӑн ачамсене пар, эпӗ сана вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑм, эпӗ каям ӗнтӗ; эпӗ саншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ӗҫе эсӗ хӑв та пӗлетӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Лаван ӑна каланӑ: эх, сан умӑнта эпӗ санӑн кӑмӑлна тупас пулсанччӗ! Ҫӳлхуҫа мана саншӑн пилленине асӑрхатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Тата каланӑ: хӑвна памаллине хӑв палӑртса хур, эпӗ [сана] парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">[Иаков] ӑна каланӑ: эпӗ саншӑн епле ӗҫлесе тӑнине, санӑн выльӑху эпӗ пурӑннӑ чухне мӗн тӗрлӗ ӗрчесе кайнине эсӗ пӗлетӗн;</verse>
				<verse number="30">эпӗ киличчен санӑн сахалччӗ, халӗ нумайланса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа сана эпӗ килсессӗн пиллерӗ; хамӑн килӗмшӗн эпӗ хӑҫан ӗҫлӗп-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">[Лаван ӑна] каланӑ: мӗн парас сана? тенӗ. Иаков [ӑна] каланӑ: мана нимӗн те ан пар. Эсӗ маншӑн эпӗ мӗн каланине тӑвас пулсассӑн, эпӗ каллех санӑн сурӑхусене кӗтсе, астуса ҫӳрӗп.</verse>
				<verse number="32">Эпӗ паян санӑн мӗнпур сурӑх кӗтӗвне пӑхса тухӑп; эсӗ сурӑхсенчен улисемпе чӑпаррисене тата хурисене уйӑрса ил, качакасенчен те чӑпаррисемпе улисене уйӑрса ил. Ҫавӑн пек выльӑх мана парас парне пулӗ, [вӑл манӑн пулӗ].</verse>
				<verse number="33">Ӳлӗмрен эсӗ мана панӑ парнене пӑхма пырсассӑн, манӑн тӳрӗлӗхӗм сан умӑнта курӑнсах тӑрӗ. Ман патӑмра ула мар, чӑпар мар качака, хура мар сурӑх пулсассӑн, вӗсем ӗнтӗ вӑрласа килнисем пулӗҫ.</verse>
				<verse number="34">Лаван [ӑна]: юрӗ эппин, эсӗ каланӑ пек пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Ҫав кун Лаван ула, чӑпар качака такисемпе ула, чӑпар качакисене — кӑшт та пулин шурӑ ҫӑм пуррисене пурне те — тата мӗнпур хура сурӑхне уйӑрнӑ та хӑйӗн ывӑлӗсен аллине панӑ;</verse>
				<verse number="36">Иаковпа хӑйӗн хушшине виҫӗ кун каймалӑх хушӑ хӑварнӑ. Иаков Лаванӑн ытти вак выльӑхне кӗтсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="37">Иаков тирек, миндаль тата шурӑ вӗрене турачӗсем, чӗрӗ туратсем, илнӗ те [Иаков] вӗсен хуппине йӑрӑм-йӑрӑм сӳсе шурӑ йӗрсем касса тухнӑ;</verse>
				<verse number="38">касса шуратнӑ хуллисене вӑл выльӑхсен умне, шыв шӑваракан валашкана, хунӑ; унта выльӑхсем шыв ӗҫме пынӑ, шыв ӗҫме пырсассӑн, хулӑсем умӗнче йӑхнӑ.</verse>
				<verse number="39">Выльӑхсем хулӑсем умӗнче йӑхнӑ та, чӑпар выльӑхсем, улисем, хушкисем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="40">Иаков ҫав путексене уйӑра-уйӑра илнӗ, хӑйӗн выльӑхне Лаванӑн чӑпар тата хура выльӑхне курмалла тӑратнӑ; хӑйӗн кӗтӗвӗсене уйрӑм тытнӑ, вӗсене Лаван выльӑхӗпе пӗрле хутшӑнтарман.</verse>
				<verse number="41">Тӗреклӗ выльӑх йӑхма пуҫласассӑн, хулӑ умӗнче йӑхчӑр тесе, Иаков выльӑхсем умӗнчи валашкана ялан хулӑ пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="42">Имшер выльӑх йӑхнӑ чухне вӑл хулӑ хуман. Ҫапла имшер выльӑх — Лавана, тӗрекли Иакова пулнӑ.</verse>
				<verse number="43">Ҫак ҫын ытла та, ытла та пуйса кайнӑ, унӑн вак выльӑх та, [шултӑра выльӑх та,] хӗрарӑм чура та, ар чура та, тӗве те, ашак та темӗн чухлӗ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Лаван ывӑлӗсем: пирӗн аттенӗн мӗн пуррине пурне те Иаков ярса илчӗ, ҫак пурлӑхне пӗтӗмпех пирӗн атте мулӗнчен пуҫтарса турӗ, тенӗ. [Иаков] ҫак сӑмахсене илтнӗ.</verse>
				<verse number="2">Иаков Лаванӑн сӑнне курнӑ та — акӑ вӑл уншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Иакова каланӑ: аҫусен ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршыва, таврӑн; Эпӗ санпала пӗрле пулӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те</verse>
				<verse number="5">вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ;</verse>
				<verse number="6">эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр,</verse>
				<verse number="7">сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл мана чӑпар выльӑх сана парне пулӗ тесессӗн, пур выльӑх та чӑпар пӑранлама пуҫларӗ. Вӑл мана улисем сана парне пулӗҫ тесессӗн, пур выльӑх та ула пӑранлама пуҫларӗ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ сирӗн аҫӑртан [мӗнпур] выльӑх-чӗрлӗхне туртса илсе [ӑна] мана пачӗ.</verse>
				<verse number="10">Пӗрре, выльӑхсем йӑхнӑ вӑхӑтра, эпӗ тӗлӗкре акӑ мӗн куртӑм: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] ула, чӑпар, хушка.</verse>
				<verse number="11">Турӑ Ангелӗ мана тӗлӗкре: Иаков! терӗ. Эпӗ: кунтах эпӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="12">Вӑл каларӗ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] пурте ула, чӑпар, хушка, мӗншӗн тесессӗн Лаван сана мӗн тунине эпӗ пурне те куратӑп;</verse>
				<verse number="13">Эпӗ [сана] Вефильре [курӑннӑ] Турӑ, эсӗ унта палӑк ҫине ҫу юхтартӑн, эсӗ унта Мана сӑмах патӑн; халӗ ӗнтӗ тӑр та ҫак ҫӗртен тух, хӑвӑн ҫуралнӑ ҫӗршывна таврӑн, [Эпӗ санпала пӗрле пулӑп,] терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Рахильпе Лия ӑна хуравласа каланӑ: аттемӗр килӗнче пире пай, еткер пур-и тата?</verse>
				<verse number="15">пире вӑл ют вырӑнне хумасть-и-ха? вӑл пире сутрӗ, пирӗн кӗмӗле те ҫисе ячӗ;</verse>
				<verse number="16">ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пирӗн аттерен туртса илнӗ пӗтӗм пурлӑх [тата мул] — пирӗн, пирӗн ачасенӗн; ҫапла ӗнтӗ Турӑ хӑвна мӗн каланине пурне те ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иаков вара хӑйӗн ачисене, арӑмӗсене тӗвесем ҫине лартнӑ,</verse>
				<verse number="18">хӑйӗн ашшӗ Исаак патне Ханаан ҫӗрне тухса кайнӑ чухне вӑл хӑйӗн мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хӑй пуҫтарнӑ мӗнпур пурлӑхне, Месопотамире ӗҫлесе илнӗ выльӑх-чӗрлӗхне, [хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах] хӑйпе пӗрле илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Лаван хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касма кайсассӑн, Рахиль хӑйӗн ашшӗн йӗрӗхӗсене вӑрласа тухнӑ.</verse>
				<verse number="20">Хӑй тухса кайнине пӗлтермесӗр Иаков арамей ҫыннин Лаванӑн чӗрине хавшатса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе илсе тухса кайнӑ; вӑл, шыв урлӑ каҫса, Галаад тӑвӗ патнелле кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Виҫҫӗмӗш кунне [арамей ҫыннине] Лавана Иаков тухса кайни ҫинчен каласа панӑ.</verse>
				<verse number="23">Вара Лаван хӑйпе пӗрле [ывӑлӗсене тата] хурӑнташӗсене илнӗ те ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун хӑваланӑ, ӑна Галаад тӑвӗ ҫинче хӑваласа ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="24">Арамей ҫыннине Лавана ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Лаван Иакова хӑваласа ҫитнӗ; Иаков хӑйӗн чатӑрне ту ҫине карса лартнӑ пулнӑ, Лаван та хӑйӗн йӑхташӗсемпе Галаад тӑвӗ ҫине карса лартнӑ.</verse>
				<verse number="26">Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑралпа тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн?</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана каламарӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑттӑм;</verse>
				<verse number="28">эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн.</verse>
				<verse number="29">Аллӑмра сире усал тумалӑх вӑйӑм-халӑм пур, анчах сирӗн аҫӑр Турри ӗнер манпала калаҫнӑ чухне каларӗ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, терӗ.</verse>
				<verse number="30">Эсӗ кайнах пултӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн аҫу килне санӑн чӑтма ҫук каяссу килетчӗ, — мӗншӗн-ха эсӗ манӑн турӑсене вӑрларӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иаков Лавана хуравласа каланӑ: эпӗ хӑрарӑм, вӑл манран хӑйӗн хӗрӗсене [тата манӑн мӗн пуррине] туртса ан илтӗрччӗ терӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">[Иаков тата каланӑ:] туррусене камра тупӑн, вӑл чӗрӗ юлаймӗ; хамӑр хурӑнташсем умӗнче пӑхса тух, ман патӑмра [санӑнни] мӗн те пулин тупӑнсассӑн, илсе каях ӑна, тенӗ. [Анчах вӑл унран нимӗн те пӗлеймен.] Вӗсене [хӑйӗн арӑмӗ] Рахиль вӑрланине Иаков пӗлмен.</verse>
				<verse number="33">Лаван Иаков чатӑрне те, Лия чатӑрне те, икӗ хӑрхӑм чатӑрӗсене те кӗрсе пӑхнӑ, [ухтарнӑ,] анчах тупайман. Лия чатӑрӗнчен тухсассӑн, Рахиль чатӑрне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="34">Рахиль вара йӗрӗхсене тӗве йӗнерӗ айне пытарса хунӑ та хӑй вӗсем ҫине улӑхса ларнӑ. Лаван пӗтӗм чатӑрне ухтарса тухнӑ, анчах тупайман.</verse>
				<verse number="35">Рахиль хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ сан умӑнта ура ҫине тӑманшӑн манӑн хуҫам ан ҫиллентӗр, мана хӗрарӑма пулаканни пулнӑ, тенӗ. [Лаван пӗтӗм чатӑра] ухтарса тухнӑ, анчах йӗрӗхӗсене тупайман.</verse>
				<verse number="36">Иаков ҫилленсе ҫитнӗ те Лаванпа тавлаша пуҫланӑ. Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн?</verse>
				<verse number="37">эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳнти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑтарт; иксӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр.</verse>
				<verse number="38">Акӑ эпӗ сан патӑнта ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм; санӑн сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахмарӗҫ; эпӗ санӑн кӗтӗвӳнти такасене пусса ҫимерӗм;</verse>
				<verse number="39">тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине сан патна илсе пымарӑм, вӑл сиенӗ ӗнтӗ ман ҫие пулатчӗ; кӑнтӑрла мӗн ҫухалнине те, ҫӗрле мӗн ҫухалнине те эсӗ манран шыраса илеттӗн;</verse>
				<verse number="40">кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗрле сивӗпе асапланаттӑм; ыйӑхӑм вӗҫнипе куҫ хупмастӑм.</verse>
				<verse number="41">Санӑн ҫуртунта манӑн ҫирӗм ҫул ҫапла иртрӗ. Икӗ хӗрӳшӗн эпӗ сана вунтӑватӑ ҫул ӗҫлесе тӑтӑм, санӑн выльӑхушӑн ултӑ ҫул ӗҫлерӗм; эсӗ мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӑн.</verse>
				<verse number="42">Манпала пӗрле аттемӗн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассӑн тата Исаак Сехри пулман пулсассӑн, эсӗ мана нимӗнсӗр кӑларса яраттӑн. Манӑн асапӑмсене, манӑн аллӑм тунӑ ӗҫе Турӑ курчӗ те ӗнер манӑн хута кӗчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Лаван Иакова хуравласа каланӑ: хӗрсем — манӑн хӗрӗмсем; ачасем — манӑн ачамсем; выльӑхӗ — манӑн выльӑх; эсӗ мӗн кураканни пӗтӗмпех манӑн: халӗ хамӑн хӗрӗмсене, вӗсем ҫуратнӑ ачисене мӗн те пулин тума пултараятӑп-и?</verse>
				<verse number="44">Халӗ ӗнтӗ санпа иксӗмӗр килӗшӳ тӑвар, санпа манӑн хушшӑмӑрти кӳнтелен ҫакӑ пулӗ, тенӗ. [Ҫавӑн чухне Иаков ӑна каланӑ: акӑ пирӗнпе пӗрле никам та ҫук; асту, санпа манӑн хушшӑмӑрти кӳнтелен — Турӑ, тенӗ.]</verse>
				<verse number="45">Иаков чул илнӗ те ӑна палӑк туса тӑратса лартнӑ.</verse>
				<verse number="46">Иаков хӑйӗн хурӑнташӗсене: чул пухӑр, тенӗ. Вӗсем чул пуҫтарса сӑрт туса хунӑ, ҫавӑнта, чул сӑрт ҫинче, [ӗҫнӗ те,] ҫинӗ те. [Лаван ӑна каланӑ: манпа сан хушшӑмӑрта паян ҫак сӑрт кӳнтелен пулчӗ, тенӗ.]</verse>
				<verse number="47">Лаван ҫав сӑрта Иегар-Сагадуфа ят панӑ; Иаков вара ӑна Галаад тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Лаван [Иакова] каланӑ: паянтан ҫак сӑрт [тата хам лартнӑ палӑк] манпа сан хушшӑмӑрти кӳнтелен пулчӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Галаад тесе ят панӑ та,</verse>
				<verse number="49">тата ӑна Мицпа тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Лаван каланӑ: эпир пӗр-пӗрин куҫӗнчен ҫухалсассӑн, сана та, мана та Ҫӳлхуҫа тӗсесе тӑтӑр;</verse>
				<verse number="50">эсӗ манӑн хӗрӗмсене усал тӑвас пулсассӑн е манӑн хӗрӗмсемсӗр пуҫне татах арӑм илес пулсассӑн, асту, пирӗн хушшӑмӑрта [куракан] ҫын ҫук пулсассӑн та, манпа сан хушшӑмӑрта Турӑ кӳнтелен пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="51">Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк;</verse>
				<verse number="52">ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн;</verse>
				<verse number="53">пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ. Иаков хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Сехрипе тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="54">Иаков вара ту ҫинче парне выльӑхӗ пуснӑ та хӑйӗн хурӑнташӗсене ҫӑкӑр ҫиме чӗннӗ; вӗсем ҫӑкӑр ҫинӗ, [ӗҫнӗ,] ту ҫинчех ҫӗр каҫнӑ.</verse>
				<verse number="55">Лаван ирхине ирех тӑнӑ та хӑйӗн мӑнукӗсене, хӗрӗсене чуптуса вӗсене пилленӗ. Унтан Лаван каялла кайнӑ, хӑйӗн килне таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Иаков хӑй ҫулӗпе кайнӑ. [Вӑл пӑхнӑ та Туррӑн хатӗр тӑракан ҫарне курнӑ.] Ӑна Турӑ Ангелӗсем кӗтсе илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсене курсассӑн, Иаков: ку Турӑ ҫарӗ, тенӗ. Вара вӑл ҫак вырӑна Маханаим тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="3">Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ,</verse>
				<verse number="4">вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм;</verse>
				<verse number="5">манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.</verse>
				<verse number="6">Хыпар тума кайнисем, каялла таврӑнса, Иакова каланӑ: эпир санӑн Исав пиччӳ патне кайса килтӗмӗр; вӑл ӗнтӗ хӑй сана хирӗҫ килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иаков питӗ хӑраса кайнӑ, аптӑраса ӳкнӗ; вара хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсене те, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхне те, тӗвисене те икӗ ушкӑна уйӑрнӑ.</verse>
				<verse number="8">[Иаков] каланӑ: Исав пӗр ушкӑнне тапӑнса ҫӗмӗрсе тӑксассӑн, тепӗр ушкӑнӗ хӑтӑлма пултарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иаков тата каланӑ: эй Авраам аттемӗн Турри, Исаак аттемӗн Турри, эй Ҫӳлхуҫа [Турӑ], Эсӗ мана: хӑв ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршывна, таврӑн, Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартӑп! терӗн.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ Хӑвӑн чурушӑн тунӑ пур ырӑлӑха, пур ырӑ ӗҫе эпӗ тивӗҫлӗ те мар, эпӗ ҫак Иордан шывӗ урлӑ пӗр туяпа ҫеҫ каҫса кайсаттӑм, халӗ акӑ манӑн икӗ тапӑр.</verse>
				<verse number="11">Тӑванӑм аллинчен, Исав аллинчен, хӑтарсам мана, эпӗ унран хӑратӑп: кунта килсе, вӑл мана [тата] ачасемпе амӑшӗсене ан вӗлертӗрччӗ.</verse>
				<verse number="12">Эсӗ каларӑн: Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартса тӑрӑп, санӑн тӑхӑмна нумай пулнӑран шутласа кӑларайми тинӗс хӑйӑрӗ пӗрчи пек йышлӑ тӑвӑп, терӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав каҫхине Иаков ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Хӑйӗн пурлӑхӗнчен Исава, хӑйӗн пиччӗшне, парне памашкӑн</verse>
				<verse number="14">икҫӗр качака, ҫирӗм качака таки, икҫӗр сурӑх, ҫирӗм така,</verse>
				<verse number="15">сӑвакан тӗвисене тихи-мӗнӗпе вӑтӑр, хӗрӗх ӗне, вунӑ вӑкӑр, ҫирӗм ашак, вунӑ ашак ӑйӑрӗ суйласа илсе [парса янӑ].</verse>
				<verse number="16">Кашни кӗтӗвне уйрӑм уйӑрса хӑйӗн чурисен аллине панӑ та чурисене каланӑ: ман умран пырӑр, кӗтӳпе кӗтӳ хушшине хушӑ хӑварӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Пӗрремӗш чурине хытарса каланӑ: манӑн Исав пиччем сана хирӗҫ пулса санран: эсӗ камӑн? ӑҫта каятӑн? сан умӑнта кам кӗтӗвӗ [пырать]? тесе ыйтсассӑн,</verse>
				<verse number="18">ҫапла кала: Иаков чурун; ку — Исав хуҫам валли янӑ парне; акӑ вӑл хӑй те пирӗн хыҫранах [килет], те, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">[Пӗрремӗшне] мӗн каланӑ, вӑл иккӗмӗшне те, виҫҫӗмӗшне те, кӗтӳ хыҫӗнчен пыракансене пурне те ҫаплах калама хушнӑ: Исава хирӗҫ пулсассӑн, ӑна ҫапла калӑр, тенӗ;</verse>
				<verse number="20">тата калӑр: акӑ санӑн Иаков чуру та пирӗн хыҫранах [килет] тейӗр, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Парнисем ун умӗнчен кайнӑ, хӑй вара ҫав каҫхине тапӑрта ҫӗр каҫнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл ҫӗр варринче тӑнӑ та, хӑйӗн икӗ арӑмӗпе икӗ хӑрхӑмне тата хӑйӗн вунпӗр ывӑлне илсе, Иавок шывӗ урлӑ ӑшӑх вырӑнтан каҫса кайнӑ;</verse>
				<verse number="23">вӑл вӗсене шыв урлӑ каҫарса янӑ, хӑйӗн мӗн пуррине те пӗтӗмпе тепӗр енне каҫарнӑ.</verse>
				<verse number="24">Иаков хӑй пӗчченех юлнӑ. Такам унпа шурӑмпуҫ киличченех кӗрешнӗ;</verse>
				<verse number="25">Иакова ҫӗнейменнине кура, унпа кӗрешнӗ чухне Вӑл Иаков пӗҫҫине сӗртӗннӗ те пӗҫӗ шӑммине амантнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вара [ӑна] каланӑ: яр Мана, шурӑмпуҫ килет, тенӗ. Иаков: хама пиллемесӗр ярассӑм ҫук Сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ӑна каланӑ: эсӗ мӗн ятлӑ? тенӗ. Вӑл: Иаков, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">[Иакова] каланӑ: ҫакӑнтан малашне санӑн яту Иаков мар, Израиль пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Турӑпа кӗрешрӗн, эсӗ ҫынсене те ҫӗнтерсе пурӑнӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Иаков та ыйтса каланӑ: Хӑвӑн ятна каласам [мана], тенӗ. Вӑл: Манӑн ята мӗншӗн ыйтатӑн эсӗ? [вӑл — тӗлӗнмелле], тенӗ. Вара ӑна ҫавӑнта пилленӗ.</verse>
				<verse number="30">Иаков ҫав вырӑна Пенуэл ят панӑ; вӑл: эпӗ Турра куҫа-куҫӑн куртӑм, манӑн чунӑм сыхӑ юлчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл Пенуэлран иртнӗ чухне хӗвел тухнӑ; вӑл пӗҫҫи суранланнипе уксахласа пынӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем халичченех пӗҫӗ шӑнӑрне ҫимеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Кӗрешекенӗ Иаков пӗҫҫинчи шӑнӑра сӗртӗннӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Иаков пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ Исав, [пиччӗшӗ,] килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын. [Иаков] Лийӑпа Рахиль ачисене тата икӗ хӗрарӑм тарҫин ачисене уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="2">[Икӗ] хӗрарӑм тарҫипе вӗсен ачисене — мала, Лийӑпа унӑн ачисене — вӗсен хыҫне, Рахильпе Иосифа вара хыҫала тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="3">Хӑй вӗсен умӗнчен пынӑ, пиччӗшӗ патне ҫитеспе вӑл ҫичӗ хут ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="4">Исав ӑна хирӗҫ чупса пынӑ та ӑна ыталаса илнӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртанӑ, чуптунӑ, [иккӗшӗ те] йӗнӗ.</verse>
				<verse number="5">[Исав] пӑхнӑ та арӑмсемпе ачасене курса: кусем санӑн камсем пулаҫҫӗ? тенӗ. Иаков каланӑ: санӑн чурун Турӑ панӑ ачисем, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара хӗрарӑм тарҫисемпе вӗсен ачисем, ҫывӑха пырса, ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ;</verse>
				<verse number="7">Лийӑпа унӑн ачисем те пырса ӳксе пуҫҫапнӑ; юлашкинчен Иосифпа Рахиль пырса ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="8">Исав каланӑ: ҫак эпӗ тӗл пулнӑ пысӑк йыша эсӗ мӗншӗн янӑ? тенӗ. Иаков каланӑ: [санӑн чуру] хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне тупасшӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Исав: тӑванӑм, манӑн хамӑн та нумай; хӑвӑнни хӑвӑнтах пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Иаков каланӑ: ҫук, эпӗ санӑн кӑмӑлна тупрӑм пулсассӑн, эсӗ манӑн парнеме манӑн аллӑмран ил, маншӑн санӑн сӑнна курни кам та кам Турӑ сӑнне курнӑ пекех пулчӗ, эсӗ мана хапӑл пултӑн;</verse>
				<verse number="11">манӑн парнеме, хӑвна пиллесе панӑ парнеме, илсем, мӗншӗн тесессӗн мана Турӑ пачӗ, манӑн пурте пур, тенӗ. Вӑл ӑна ӳкӗте кӗртнӗ, лешӗ илнӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара каланӑ: тапранар та каяр; эпӗ сан умӑнтан пырӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иаков ӑна каланӑ: ачасем ачашшине манӑн хуҫамӑм пӗлет, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхӗ манӑн — сӑвакан выльӑх: вӗсене пӗр кун хӑваласа кайсассӑн, пӗтӗм выльӑх вилсе пӗтӗ;</verse>
				<verse number="14">манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чури умӗнчен кайтӑр, эпӗ ерипен, хам умран пыракан выльӑхсем пынӑ майӑн, ачамсем уттипе пырӑп, ҫапла хамӑн хуҫамӑм патне Сеира ҫитӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Исав: хамӑн ҫыннӑмсенчен хӑшне-хӑшне санпа пӗрле хӑварӑп эппин, тенӗ. Иаков каланӑ: вӑл мӗне кирлӗ? манӑн хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне ҫеҫ тупасчӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Исав вара ҫав кунах хӑйӗн ҫулӗпе Сеира таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="17">Иаков Сокхофа ҫул тытнӑ, унта хӑй валли ҫурт тунӑ, выльӑхӗ валли хӳшӗсем туса лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ҫак вырӑна Сокхоф ят панӑ.</verse>
				<verse number="18">Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иаков, Ханаан ҫӗрӗнчи Сихем хулине чиперех ҫитсе, хулан мал енне пырса вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл хӑйӗн чатӑрне карса лартнӑ хире Еммор ывӑлӗсенчен — Сихем ашшӗн ывӑлӗсенчен — ҫӗр кесита парса сутӑн илнӗ.</verse>
				<verse number="20">Унта парне вырӑнӗ лартнӑ, унта Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса чӗннӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Дина — Иаков хӗрӗ, Лия ҫуратса панӑскер — ҫав ҫӗрти хӗрсене курма тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ӑна Сихем — ҫак ҫӗр пуҫлӑхӗн, евей ҫыннин Емморӑн ывӑлӗ — курнӑ та, ӑна ярса тытса, ирӗксӗрлесе, унпа выртса ҫывӑрнӑ.</verse>
				<verse number="3">Унӑн чунӗ Иаков хӗрне иленнӗ, Сихем хӗре юратса пӑрахнӑ, вӑл хӗр кӑмӑлне ҫавӑрмалла калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="4">Сихем хӑйӗн ашшӗне, Еммора, каланӑ: мана ҫак хӗре качча илсе пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иаков хӑйӗн хӗрне Динӑна [Еммор ывӑлӗ] чыссӑрлани ҫинчен илтнӗ, анчах ывӑлӗсем выльӑх кӗтӗвӗпе пӗрле хирте пулнӑран вӗсем таврӑниччен нимӗн те шарламан.</verse>
				<verse number="6">Еммор, Сихем ашшӗ, Иаковпа калаҫма пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Иаков ывӑлӗсем хиртен таврӑннӑ, мӗн пулнине илтсессӗн, ҫак арсем питӗ хурланнӑ, вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иаков хӗрӗпе ҫывӑрса вӑл Израиле мӑшкӑл кӑтартнӑ, апла тума юраман.</verse>
				<verse number="8">Еммор вӗсемпе калаҫа пуҫланӑ, вӗсене каланӑ: манӑн Сихем ывӑлӑм чунӗпе сирӗн хӗре иленнӗ, ӑна Сихема качча парсамӑр;</verse>
				<verse number="9">пирӗнпе хурӑнташлӑ пулӑр; хӑвӑр хӗрӗрсене пире парӑр, пирӗн хӗрсене [хӑвӑр ывӑлӑрсем валли] илӗр;</verse>
				<verse number="10">пирӗнпе пӗрле пурӑнӑр; ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр [аслӑ], пурӑнӑр, ӗҫлӗр ҫакӑнта, ӑна хӑвӑр валли илӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Сихемӗ вара хӗрӗн ашшӗпе пиччӗшӗсене каланӑ: манӑн сирӗн кӑмӑлӑра ҫеҫ ҫавӑрасчӗ, эсир кирек мӗн ыйтнине те парӑттӑм;</verse>
				<verse number="12">чи пысӑк хулӑм, чи хаклӑ парнесем ыйтӑр; кирек мӗн ыйтсассӑн та, эпӗ парӑп, хӗрӗре анчах мана качча парсамӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ;</verse>
				<verse number="14">[Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать;</verse>
				<verse number="15">эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр;</verse>
				<verse number="16">вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр;</verse>
				<verse number="17">эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫак сӑмахсем Еммора тата Сихема, Еммор ывӑлне, килӗшнӗ.</verse>
				<verse number="19">Каччӑ ҫак ӗҫе вӑраха яман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иаков хӗрне юратнӑ. Ӑна хӑйне вара ашшӗ килӗнче пуринчен ытларах хисепленӗ.</verse>
				<verse number="20">Емморпа унӑн ывӑлӗ Сихем хӑйсен хули хапхи патне тухнӑ та, хӑйсен хулинчи ҫынсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ:</verse>
				<verse number="21">ҫак ҫынсем пирӗнпе тӑнӑҫлӑ тӑраҫҫӗ; ан тив, вӗсем ҫак ҫӗр ҫине вырӑнаҫчӑр та ӗҫлесе пурӑнччӑр; акӑ вӗсен умӗнчи ҫӗр аслӑ. Вӗсен хӗрӗсене хамӑр валли качча илӗпӗр, хамӑр хӗрсене вӗсене парӑпӑр.</verse>
				<verse number="22">Анчах та ҫак ҫынсем, ӳт кастарнӑскерсем, пирӗн пӗтӗм арҫын ӳт кастарсассӑн ҫеҫ пирӗнпе пӗрле пурӑнма, пӗр халӑх пулма килӗшеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсенӗн кӗтӗвӗсем, вӗсенӗн пурлӑхӗ, вӗсенӗн мӗнпур выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ пирӗншӗн мар-и? Вӗсемпе [пӗр ҫав тӗлӗшрен] анчах килӗшӗпӗр, вара вӗсем пирӗнпе пӗрле пурӑнӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Сихем хули хапхинчен тухакансем пурте Емморпа унӑн ывӑлне Сихема итленӗ; пур арҫынна та — ҫав хула хапхинчен тухакансене пурне те — ӳт касса янӑ.</verse>
				<verse number="25">Виҫҫӗмӗш кунне, вӗсем чирлесе выртнӑ чухне, Иаковӑн икӗ ывӑлӗ — Симеонпа Левий, Дина пиччӗшӗсем — хӑйсен хӗҫне илнӗ те, хулана хӑюллӑн пырса кӗрсе, мӗнпур арҫыннине вӗлерсе тухнӑ;</verse>
				<verse number="26">Еммора хӑйне те, унӑн ывӑлне Сихема та хӗҫпе касса вӗлернӗ; Динӑна Сихем ҫуртӗнчен илсе тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="27">Иаков ывӑлӗсем ӗнтӗ вӗлернӗ ҫынсем патне пынӑ та хӑйсен йӑмӑкне [Динӑна] мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн хулине ҫаратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсен вак выльӑхне, шултӑра выльӑхне, ашакӗсене, хулара мӗн пуррине, хирте мӗн пуррине пӗтӗмпех,</verse>
				<verse number="29">вӗсен мӗнпур пуянлӑхне илсе кайнӑ; мӗнпур ачине, арӑмне тыткӑна илсе кайнӑ, [хулара] мӗн пуррине, кил-ҫуртра [мӗн пуррине йӑлтах] ҫаратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="30">Иаков Симеонпа Левие каланӑ: ҫак ҫӗрти ҫынсене [пурне те], ханаансемпе ферезейсене, мана курайми туса, эсир мана тарӑхтартӑр. Манӑн ҫын сахал; вӗсем мана хирӗҫ пуҫтарӑнса тухӗҫ те мана ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, хама та, манӑн йӑхӑма та тӗппипе пӗтерӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Лешӗсем каланӑ: пирӗн йӑмӑкпа аскӑн арӑмпа хӑтланнӑ пек хӑтланма юрать-им вара! тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Турӑ Иакова каланӑ: тӑр та Вефиле кай, ҫавӑнта пурӑн, Исавран, хӑвӑн пиччӳнтен, тарнӑ чухне хӑвна курӑннӑ Турӑ валли унта парне вырӑнӗ туса ларт, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр;</verse>
				<verse number="3">тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="4">Вара хӑйсен аллинчи мӗнпур ют турӑсене, хӑлхинчи алкисене Иакова панӑ; Иаков вӗсене Сихем ҫывӑхӗнчи юман айне алтса пытарнӑ. [Вӑл ҫавна хальхи кунчченех тупмалла мар пытарса хӑварнӑ.]</verse>
				<verse number="5">Вара вӗсем [Сихемран] тапранса кайнӑ. Таврари хуласем Турӑран сехӗрленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иаков ывӑлӗсене хӑваламан.</verse>
				<verse number="6">Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ,</verse>
				<verse number="7">вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл-Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑн чухне Девора, Ревеккӑна ӗмӗртсе ӳстернӗскер, вилнӗ, ӑна Вефильрен анатарах, юман айне, пытарнӑ, Иаков ӑна хӳхлев юманӗ тесе ят хунӑ.</verse>
				<verse number="9">Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иакова [Лузра] Турӑ курӑннӑ, ӑна пилленӗ,</verse>
				<verse number="10">Турӑ ӑна каланӑ: санӑн яту Иаков; паянтан вара эсӗ Иаков ятлӑ пулмӑн, санӑн яту Израиль пулӗ, тенӗ. Ӑна вара Израиль тесе ят хунӑ.</verse>
				<verse number="11">Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; ӗрче, йышлӑлан; санран халӑх пулӗ, темӗн тӗрлӗ халӑх тухӗ, санӑн варӑнтан патшасем ҫуралӗҫ;</verse>
				<verse number="12">Авраампа Исаака панӑ ҫӗре Эпӗ сана парӑп, санран кайран ҫак ҫӗре санӑн тӑхӑмна парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара Турӑ ун патӗнчен, унпа калаҫнӑ вырӑнтан, ҫӗкленсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Хӑйпе [Турӑ] калаҫнӑ вырӑна Иаков палӑк лартса хӑварнӑ, ӑна чулран туса лартнӑ, ун ҫине эрех юхтарнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ;</verse>
				<verse number="15">хӑйпе Турӑ калаҫнӑ вырӑна Иаков Вефиль тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="16">Вара Вефильрен тухса кайнӑ. [Вӑл хӑйӗн чатӑрне Гадер пашни хыҫне карса лартнӑ.] Ефрафӑна ҫитмешкӗн тата пӗр хушӑ юлсассӑн, Рахиль ача ҫуратнӑ, вӑл асаппа ҫуратнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ача ҫуратса асапланнӑ чухне эпи карчӑк ӑна каланӑ: ан хӑра, санӑн ку та ывӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл виле пуҫланӑ, чунӗ тухнӑ чухне вӑл ачине Бенони ятлӑ хунӑ. Анчах ашшӗ ӑна Вениамин тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="19">Рахиль вилнӗ, ӑна Ефрафӑна — урӑхла каласассӑн, Вифлееме — каякан ҫул хӗррине пытарнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иаков унӑн тупӑклӑхӗ тӗлне палӑк лартса хӑварнӑ. Рахиле асӑнмалӑх лартнӑ палӑк ҫак кунчченех ларать.</verse>
				<verse number="21">Израиль [унтан] тапранса кайнӑ та хӑйӗн чатӑрне Гадер пашни хыҫне карса лартнӑ.</verse>
				<verse number="22">Израиль ҫав ҫӗршывра чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра Рувим кайнӑ та Валлӑпа, хӑй ашшӗн [Иаковӑн] ҫум-арӑмӗпе, выртса ҫывӑрнӑ. Израиль ҫакӑн ҫинчен илтнӗ [те ҫавӑншӑн питӗ кӳреннӗ]. Иаковӑн ывӑл вуниккӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Лия ывӑлӗсем: Иаковӑн малтанхи ывӑлӗ Рувим, ун хыҫӗнчен Симеон, Левий, Иуда, Иссахар тата Завулон.</verse>
				<verse number="24">Рахиль ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин.</verse>
				<verse number="25">Валлӑн, Рахиль тарҫин, ывӑлӗсем: Дан тата Неффалим.</verse>
				<verse number="26">Зелфӑн, Лия тарҫин, ывӑлӗсем: Гад тата Асир. Ҫаксем Иаковӑн Месопотамире ҫуралнӑ ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="27">Иаков хӑйӗн ашшӗ Исаак патне, [вӑл ун чухне сывӑ пулнӑ,] Кириаф-Арба теекен вырӑна — урӑхла каласассӑн, ку [Ханаан ҫӗрӗнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак ҫӳренӗ ҫӗре ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="28">Исаак пурӑннӑ [кунҫул] ҫӗр сакӑрвунӑ ҫул пулнӑ.</verse>
				<verse number="29">Исаак питех те ватӑлса, тӑраничченех пурӑнса ҫитсе вилнӗ, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ; ӑна хӑйӗн ывӑлӗсем Исавпа Иаков пытарнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Акӑ Эдом теекен Исавӑн йӑхӗ-кӑкӗ.</verse>
				<verse number="2">Исав хӑйӗн арӑмӗсене ханаан хӗрӗсене илнӗ: Адӑна — хет ҫыннин Елонӑн хӗрне, Оливемӑна — Анӑн, евей ҫыннин Цивеонӑн ывӑлӗн, хӗрне —</verse>
				<verse number="3">тата Васемафӑна — Измаил хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — качча илнӗ.</verse>
				<verse number="4">Ада вара Исава Елифаза ҫуратса панӑ, Васемафа Рагуила ҫуратнӑ,</verse>
				<verse number="5">Оливема Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратнӑ. Ҫаксем Исавӑн Ханаан ҫӗрӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="6">Исав хӑйӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсене, хӗрӗсене, хӑйӗн килӗнчи мӗнпур ҫыннине, хӑйӗн [мӗнпур] кӗтӗвне, мӗнпур выльӑхӗ-чӗрлӗхне, Ханаан ҫӗрӗнче пухнӑ мӗнпур пурлӑхне илнӗ те хӑйӗн Иаков шӑллӗ патӗнчен урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ,</verse>
				<verse number="7">мӗншӗн тесессӗн пурлӑхӗ ҫав тӗрлӗ нумай пулнипе вӗсем пӗрле пурӑнма пултарайман, кӗтӗвӗсем питӗ йышлӑ пулнипе вӗсем хӑйсем ҫӳрекен ҫӗрсенче шӑнӑҫайман.</verse>
				<verse number="8">Исав вара, Эдом теекен Исав, Сеир тӑвӗ ҫине вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="9">Сеир тӑвӗ ҫинчи идумейсен ашшӗн, Исавӑн, йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ.</verse>
				<verse number="10">Акӑ Исав ывӑлӗсен ячӗсем: Исав арӑмӗн Адӑн ывӑлӗ Елифаз пулнӑ, Исав арӑмӗн Васемафӑн ывӑлӗ Рагуил пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Елифазӑн ҫак ывӑлсем пулнӑ: Феман, Омар, Цефо, Гафам тата Кеназ.</verse>
				<verse number="12">Фамна Елифазӑн, Исав ывӑлӗн, ҫум-арӑмӗ пулнӑ, вӑл Елифаза Амалика ҫуратса панӑ. Исав арӑмӗн, Адӑн, ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Рагуил ывӑлӗсем ҫаксем: Нахафпа Зерах, Шаммапа Миза. Кусем Исав арӑмӗн Васемафӑн ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="14">Оливемӑн — Цивеон ывӑлӗн Анӑн хӗрӗн, Исав арӑмӗн — ывӑлӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Исава вӑл Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="15">Акӑ Исав ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем. Елифазӑн, Исавӑн малтанхи ывӑлӗн, ывӑлӗсем: Феман пуҫлӑх, Омар пуҫлӑх, Цефо пуҫлӑх, Кеназ пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="16">Корей пуҫлӑх, Гафам пуҫлӑх, Амалик пуҫлӑх. Эдом ҫӗрӗнче Елифаз пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ; ҫаксем Ада ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="17">Рагуилӑн, Исав ывӑлӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Нахаф пуҫлӑх, Зерах пуҫлӑх, Шамма пуҫлӑх, Миза пуҫлӑх. Эдом ҫӗрӗнче Рагуил пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ; ҫаксем Васемафӑн, Исав арӑмӗн, ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="18">Оливемӑн, Исав арӑмӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Иеус пуҫлӑх, Иеглом пуҫлӑх, Корей пуҫлӑх. Оливемӑн — Ана хӗрӗн, Исав арӑмӗн — пуҫлӑхӗсем ҫаксем.</verse>
				<verse number="19">Ҫаксем Исав ывӑлӗсем, ҫаксем вӗсенӗн пуҫлӑхӗсем. Ҫаксем эдомсем.</verse>
				<verse number="20">Ҫаксем Хоррей ҫыннин Сеирӑн ҫав ҫӗрте пурӑннӑ ывӑлӗсем: Лотан, Шовал, Цивеон, Ана,</verse>
				<verse number="21">Дишон, Эцер тата Дишан. Ҫаксем Эдом ҫӗрӗнче пурӑннӑ Сеир ывӑлӗсен, хоррейсен, пуҫлӑхӗсем.</verse>
				<verse number="22">Лотан ывӑлӗсем Хори тата Геман пулнӑ; Лотан йӑмӑкӗ Фамна пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Шовал ывӑлӗсем ҫаксем: Алван, Манахаф, Евал, Шефо тата Онам.</verse>
				<verse number="24">Цивеон ывӑлӗсем ҫаксем: Аиа тата Ана. Шӑпах ҫак Ана ӗнтӗ Цивеонӑн, хӑйӗн ашшӗн, ашакӗсене кӗтсе ҫӳренӗ чухне пушхирте ӑшӑ шывлӑ ҫӑл тупнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ана ачисем ҫаксем: Дишон тата Оливема, Ана хӗрӗ.</verse>
				<verse number="26">Дишон ывӑлӗсем ҫаксем: Хемдан, Эшбан, Ифран тата Херан.</verse>
				<verse number="27">Ецер ывӑлӗсем ҫаксем: Билган, Зааван, [Укам] тата Акан.</verse>
				<verse number="28">Дишан ывӑлӗсем ҫаксем: Уц тата Аран.</verse>
				<verse number="29">Хоррейсен пуҫлӑхӗсем ҫаксем: Лотан пуҫлӑх, Шовал пуҫлӑх, Цивеон пуҫлӑх, Ана пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="30">Дишон пуҫлӑх, Ецер пуҫлӑх, Дишан пуҫлӑх. Ҫаксем Сеир ҫӗрӗнче пурӑннӑ хоррейсен пуҫлӑхӗсем.</verse>
				<verse number="31">Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑра пуҫличчен Эдом ҫӗрӗнче патшара ларнӑ патшасем ҫаксем:</verse>
				<verse number="32">Эдомра Бела, Веор ывӑлӗ, патшара ларнӑ, унӑн хули Дингава ятлӑ.</verse>
				<verse number="33">Бела вилнӗ, ун хыҫҫӑн Иовав — Зерах ывӑлӗ, Восора ҫынни — патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="34">Иовав вилнӗ, ун хыҫҫӑн Феман ҫӗрӗнчи Хушам патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="35">Хушам вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл Моав хирӗнче Мадиан ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑскер пулнӑ; унӑн хули Авиф ятлӑ.</verse>
				<verse number="36">Гадад вилнӗ, ун хыҫҫӑн Масрека ҫынни Самла патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="37">Самла вилнӗ, ун хыҫҫӑн юханшыв хӗрринчи Реховоф ҫынни Саул патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="38">Саул вилнӗ, ун хыҫҫӑн Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="39">Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадар [Варад ывӑлӗ] патшана ларнӑ; унӑн хули Пау ятлӑ; арӑмӗ Мегетавеель ятлӑ, вӑл — Матредӑн, Мезагав ывӑлӗн, хӗрӗ.</verse>
				<verse number="40">Исавӑн пуҫлӑхӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсем пурӑнакан вырӑн тӑрӑх, ячӗсем тӑрӑх, [халӑхӗсем тӑрӑх] каласассӑн, вӗсен ячӗсем ҫаксем: Фимна пуҫлӑх, Алва пуҫлӑх, Иетеф пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="41">Оливема пуҫлӑх, Ела пуҫлӑх, Пинон пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="42">Кеназ пуҫлӑх, Феман пуҫлӑх, Мивцар пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="43">Магдиил пуҫлӑх, Ирам пуҫлӑх. Идумейсен хӑйсем тытса тӑракан ҫӗрти пурӑнмалли ялӗсен-хулисен пуҫлӑхӗсем ҫаксем. Идумейсен ашшӗ Исав ҫакӑ ӗнтӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="37">
				<verse number="1">Иаков хӑйӗн ашшӗ [Исаак] ҫӳренӗ ҫӗрте, Ханаан ҫӗрӗнче, пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Иаковӑн пурӑнӑҫӗ ҫакӑ. Иосиф вунҫиччӗре чухне, яш ача чухне, хӑйӗн пиччӗшӗсемпе, ашшӗ арӑмӗсен Валлӑпа Зелфӑн ывӑлӗсемпе пӗрле, [ашшӗн] выльӑх-чӗрлӗхне кӗтсе ҫӳренӗ. Пиччӗшӗсем ҫинчен калаҫакан усал сӑмаха Иосиф хӑйсен ашшӗне [Израиле] пӗлтерсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ.</verse>
				<verse number="4">Пиччӗшӗсем, ашшӗ ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнине курса, ӑна курайми пулнӑ, унпа ӑшшӑн калаҫма та пултарайман.</verse>
				<verse number="5">Иосиф тӗлӗк курнӑ та ӑна пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ, вӗсем вара ӑна тата ытларах курайми пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке итлӗр-ха:</verse>
				<verse number="7">акӑ эпир хир варринче кӗлте ҫыхатпӑр пек; акӑ ман кӗлте ҫӗкленчӗ те тӳррӗн тӑрса ларчӗ; акӑ сирӗн кӗлтӗрсем йӗри-тавра тӑчӗҫ те манӑн кӗлтене пуҫҫапрӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Пиччӗшӗсем ӑна каланӑ: эсӗ пире пуҫлӑх пулӑн-ши вара? пире тытса тӑрӑн-ши вара? тенӗ. Унӑн тӗлӗкӗсемшӗн, унӑн сӑмахӗсемшӗн вӗсем ӑна тата ытларах курайми пулса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл тата тепӗр тӗлӗк курнӑ, ӑна [ашшӗне тата] пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ: акӑ эпӗ тепӗр тӗлӗк куртӑм: акӑ мана хӗвелпе уйӑх тата вунпӗр ҫӑлтӑр пуҫҫапать, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавна вӑл ашшӗпе пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ; ашшӗ ӑна хӑтӑрса илнӗ: эсӗ курнӑ тӗлӗк мӗскер ку? эпӗ те, аннӳ те, пиччӳсем те сана ҫӗре ӳксе пуҫҫапма пырӑпӑр-ши вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Пиччӗшӗсем ӑна ҫилленсех ҫитнӗ, ашшӗ вара ҫав сӑмаха астуса юлнӑ.</verse>
				<verse number="12">Унӑн пиччӗшӗсем ашшӗн выльӑхне кӗтсе ҫӳреме Сихема кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Израиль Иосифа каланӑ: пиччӳсем Сихемра кӗтсе ҫӳремеҫҫӗ-ши? кайса кил-ха, сана вӗсем патне яратӑп, тенӗ. Иосиф ӑна: эпӗ кунтах, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">[Израиль] ӑна каланӑ: кайса пӑх-ха, пиччӳсем сывах-и, выльӑхӗ тӗрӗс-тӗкелех-и? мана хыпар илсе кил, тенӗ. Вара ӑна Хеврон айлӑмӗнчен ӑсатса янӑ; вӑл Сихема ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="15">Ӑна пӗри хирте аташса ҫӳренине курнӑ та, ҫав ҫын унран ыйтнӑ: эсӗ мӗн шыратӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл: эпӗ хамӑн пиччесене шыратӑп; кала-ха мана, вӗсем ӑҫта кӗтӳ кӗтсе ҫӳреҫҫӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫав ҫын каланӑ: вӗсем кунтан кайрӗҫ, эпӗ вӗсем «Дофана каяс» тесе калаҫнине илтнӗччӗ, тенӗ. Иосиф вара хӑйӗн пиччӗшӗсем хыҫҫӑн кайнӑ та вӗсене Дофанра тупнӑ.</verse>
				<verse number="18">Пиччӗшӗсем ӑна аякранах курнӑ та вӑл вӗсем патне ҫывӑхаричченех ӑна вӗлерес тесе канашлама пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="19">Пӗр-пӗрне каланӑ: авӑ тӗлӗк ӑсти килет;</verse>
				<verse number="20">тытар та вӗлерер ӑна, кайран пӗр-пӗр шӑтӑка пӑрахӑпӑр та ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ тейӗпӗр; ун тӗлӗкӗсем мӗне пӗлтернине курӑпӑр вара, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Рувим ҫакна илтнӗ те: вӗлерер мар ӑна, тенӗ; ҫапла ӑна вӗсен аллинчен хӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="22">Рувим вӗсене каланӑ: юн ан тӑкӑр; ӑна пушхирти шӑтӑка пӑрахӑр, ун ҫине алӑ ан хурӑр, тенӗ. Ҫакна вӑл ӑна вӗсен аллинчен хӑтарса каялла ашшӗ патне ярас [шухӑшпа] каланӑ.</verse>
				<verse number="23">Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсем патне ҫитсессӗн, вӗсем Иосиф ҫийӗнчен унӑн тумтирне, тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне, сӳсе илнӗ те</verse>
				<verse number="24">хӑйне шӑтӑка тытса пӑрахнӑ; шӑтӑкӗ типӗ пулнӑ; унта шыв пулман.</verse>
				<verse number="25">Вӗсем апат ҫиме ларнӑ; ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ вӗҫрен-вӗҫ тӗве килет: Галаадран Измаил ҫыннисем килеҫҫӗ, тӗвисем ҫине стиракса, бальзам тата латӑн тиенӗ — вӗсем ҫавна Египета леҫме каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Иуда хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: хамӑр шӑллӑмӑра вӗлерсе, унӑн юнне пытарса пире мӗн усси?</verse>
				<verse number="27">Каяр та ӑна Измаил ҫыннисене сутар, аллӑмӑрсем ун ҫинче ан пулччӑр: вӑл пирӗн тӑван, пирӗн ӳт, тенӗ. Тӑванӗсем унпа килӗшнӗ,</verse>
				<verse number="28">Мадиан купсисем иртсе пынӑ чухне вӗсем Иосифа шӑтӑкран туртса кӑларнӑ та ӑна Измаил ҫыннисене ҫирӗм кӗмӗлле сутса янӑ; лешӗсем Иосифа Египета илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="29">Рувим каллех шӑтӑк патне пынӑ; акӑ шӑтӑкра Иосиф ҫук. Вӑл хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ та</verse>
				<verse number="30">тӑванӗсем патне каялла таврӑнса: ача ҫук! ӗнтӗ манӑн, манӑн ӑҫта кайса кӗрес? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Вара Иосиф тумтирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ;</verse>
				<verse number="32">унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вӑл ӑна палласа илнӗ те каланӑ: ку манӑн ывӑлӑм тумтирӗ; ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ; чӑнах та, Иосифа тӑпаласа тӑкнӑ иккен, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Иаков, хӑйӗн тумтирне ҫурса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, ывӑлӗшӗн нумай кун йӗрсе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="35">Ӑна йӑпатма пур ывӑлӗ те, пур хӗрӗ те пуҫтарӑннӑ, анчах вӑл йӑпанасшӑн пулман, вӑл: йӗрсе-хурланса, хамӑн ывӑлӑм патне ҫӗр айне кӗрӗп, тенӗ. Ашшӗ уншӑн ҫапла хурланса йӗнӗ.</verse>
				<verse number="36">Иосифа вара Египетра мадиансем Потифара — фараон таврашӗнчи ҫынна, фараон сыхлавҫисен пуҫлӑхне — сутса янӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="38">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра Иуда, хӑйӗн тӑванӗсенчен уйӑрӑлса, Хира ятлӑ пӗр Одоллам ҫынни ҫывӑхне кайса вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иуда унта Шуа ятлӑ пӗр ханаан ҫыннин хӗрне курнӑ; вӑл ӑна хӑй валли илсе ун патне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="3">Арӑм йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ; Иуда ӑна Ир ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="4">Арӑм татах йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна Онан ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="5">Тата [виҫҫӗмӗш] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна вӑл Шела ятлӑ хунӑ; ӑна ҫуратнӑ чухне Иуда Хезивра пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Иуда хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ Ир валли арӑм илсе панӑ; вӑл Фамарь ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ир, Иудӑн малтанхи ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ҫын пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="8">Иуда вара Онана каланӑ: пиччӳн арӑмӗ патне кӗр, унӑн пултӑрӗ пулнӑран ӑна качча ил, пиччӳн вӑрлӑхне пӗтмелле ан ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Онан ҫуралас ача хӑйне пулмассине пӗлнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн вӑрлӑхне пиччӗшӗшӗн парас мар тесе, унӑн арӑмӗ патне кӗнӗ чухне хӑйӗн ар вӑрлӑхне ҫӗре тӑкса кӗнӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл тунӑ ӗҫ Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна та вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="11">[Икӗ ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн] Иуда Фамаре, хӑйӗн кинне, каланӑ: Шела ывӑлӑм ӳссе ҫитиччен эсӗ хӑвӑн аҫу килӗнче тӑлӑх арӑм пулса пурӑн, тенӗ. Вӑл [хӑй ӑшӗнче]: ку та, пиччӗшӗсем пек, ан вилтӗрччӗ, тесе шухӑшланӑ. Фамарь кайнӑ та хӑйӗн ашшӗ килӗнче пурӑна пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="12">Чылай вӑхӑт иртнӗ; Шуа хӗрӗ, Иуда арӑмӗ, вилнӗ. Лӑпланса ҫитсессӗн, Иуда хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касакансем патне Фамнӑна кайнӑ, унпа пӗрле Хира та — хӑйӗн тусӗ, Одоллам ҫынни — пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Фамаре хыпар тунӑ: акӑ санӑн хуняҫу выльӑхӗсен ҫӑмне касма Фамнӑна каять, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӑл хӑй ҫийӗнчи тӑлӑх арӑм тумтирне хывса пӑрахнӑ та, пӗркенчӗк пӗркенсе, Фамнӑна каякан ҫул ҫинчи Енаим хапхи патне тухса ларнӑ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл Шела ӳссе ҫитнине курнӑ, анчах ӑна ун валли качча илмен-ха.</verse>
				<verse number="15">Иуда ӑна курнӑ та аскӑн хӗрарӑм вырӑнне хунӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗ питне хупласа ларнӑ. [Вӑл ӑна паллайман.]</verse>
				<verse number="16">Иуда ун патне пынӑ та каланӑ: эпӗ сан патна кӗрем, тенӗ. Вӑл ку хӑйӗн кинӗ иккенне пӗлмен. Фамарь: ман патӑма кӗрсессӗн, эсӗ мана мӗн парӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иуда каланӑ: эпӗ [хамӑн] кӗтӳрен сан валли качака путекӗ парса ярӑп, тенӗ. Фамарь: ӑна парса яриччен салук парса хӑварӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл: сана мӗнле салук парса хӑварас? тенӗ. Фамарь каланӑ: хӑвӑн пичетлӗ ҫӗррӳне, пуҫ ҫыххине тата аллунти туюна пар, тенӗ. Вӑл ӑна мӗн ыйтнине панӑ та ун патне кӗнӗ; Фамарь ӗнтӗ унран йывӑр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Унтан кайсассӑн, вӑл, хӑйӗн пӗркенчӗкне хывса пӑрахса, каллех тӑлӑх арӑм тумтирне тӑхӑнса янӑ.</verse>
				<verse number="20">Шантарса парса хӑварнӑ япалисене арӑм аллинчен каялла илме Иуда хӑйӗн тусӗнчен, Одоллам ҫыннинчен, качака путекки парса янӑ, анчах лешӗ Фамаре тупайман.</verse>
				<verse number="21">Вара ҫав вырӑнти ҫынсенчен ыйтнӑ: Енаимра ҫул хӗрринче ларакан аскӑн арӑм ӑҫта? тенӗ. Лешӗсем: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл каялла Иуда патне таврӑннӑ та каланӑ: эпӗ ӑна тупаймарӑм; унти ҫынсем те: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, терӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иуда каланӑ: эппин, япалисем ун патӗнчех юлччӑр, пирӗнтен ҫын куласси ҫеҫ ан пултӑр; акӑ эпӗ ҫак качака путеккине парса ярсаттӑм, анчах эсӗ ӑна тупаймарӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Виҫӗ уйӑха яхӑн иртсессӗн, Иудӑна каланӑ: санӑн Фамарь кинӳ аскӑна ернӗ, акӑ вӑл аскӑнланса йывӑр ҫын пулнӑ, тенӗ. Иуда: илсе тухӑр ӑна, ҫунтарса яччӑр ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Хӑйне вӗлерме илсе тухсассӑн, вӑл хӑйӗн хуняшшӗ патне: ҫак япаласем камӑн, эпӗ ҫавӑнтан йывӑр ҫын пултӑм, тесе калама ҫын янӑ. Тата: ҫак пичетлӗ ҫӗрӗ, пуҫ ҫыххи, туя камӑн? — палла, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иуда палласа илнӗ те каланӑ: вӑл манран тӳрӗрех, эпӗ ӑна хамӑн Шела ывӑлӑма памарӑм, тенӗ. Вара унпа урӑх хутӑшман.</verse>
				<verse number="27">Ҫуратма пуҫласассӑн, ун ӑшӗнче йӗкӗреш ача пулни палӑрнӑ.</verse>
				<verse number="28">Ҫуратнӑ чухне [пӗрин] алли тухнӑ; эпи карчӑкӗ: ку малтан тухрӗ тесе, тытнӑ та унӑн аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ.</verse>
				<verse number="29">Анчах ача хӑйӗн аллине каялла илнӗ; акӑ унӑн хӑраххи тухнӑ. Эпи карчӑкӗ: епле эсӗ чарака татса тухрӑн? тенӗ. Ӑна Фарес ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="30">Унтан аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ шӑллӗ тухнӑ. Ӑна Зара ятлӑ хунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="39">
				<verse number="1">Иосифа Египета илсе ҫитернӗ, унта илсе пынӑ Измаил ҫыннисен аллинчен ӑна Египет ҫынни Потифар — фараон таврашӗнчи ҫын, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ — сутӑн илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа Турӑ пулнӑ: унӑн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ, вӑл хӑйӗн хуҫин, Египет ҫыннин, ҫуртӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Унӑн хуҫи унпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнине, вӑл тӑвакан пур ӗҫе те Ҫӳлхуҫа ун аллинче ӑнтарса пынине курса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иосиф ун умӗнче ырӑлӑх тупнӑ, уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Вӑл Иосифа хӑйӗн пӗтӗм ҫуртне тытса тӑраканӗ тунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах унӑн аллине панӑ.</verse>
				<verse number="5">Иосифа хӑйӗн ҫуртне, хӑйӗн мӗн пуррине пурне те тытса тӑраканӗ тунӑранпа Ҫӳлхуҫа Турӑ Египет ҫыннийӗн кил-ҫуртне Иосифшӑн пилленӗ, унӑн килӗ-ҫуртӗнче, [унӑн] хирӗнче мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="6">Хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех вӑл Иосиф аллине панӑ, Иосиф ӗҫлесе тӑнӑ чухне вӑл хӑй ҫиекен ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимӗн те пӗлмен. Иосиф илемлӗ пӳ-силлӗ, илемлӗ сӑн-питлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Иосифа хуҫи арӑмӗ куҫ хывнӑ та ҫапла каланӑ: манпа ҫывӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах Иосиф килӗшмен, вӑл хӑйӗн хуҫин арӑмне каланӑ: акӑ манӑн хуҫам эпӗ пур чухне хӑй килӗнче нимӗншӗн те пӑшӑрханмасть, хӑйӗн мӗн пуррине вӑл йӑлтах ман аллӑма пачӗ;</verse>
				<verse number="9">ҫак килте манран асли ҫук; вӑл мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Хуҫа арӑмӗ Иосифа куллен-кун ҫапла каланӑ, анчах Иосиф ӑна итлемен: унпа ҫывӑрма, унпа пӗрле пулма килӗшмен;</verse>
				<verse number="11">пӗр кунхине Иосиф пӳрте хӑйӗн ӗҫне тума кӗнӗ, килтисенчен пӳртре никам та пулман;</verse>
				<verse number="12">арӑм ӑна тумтирӗнчен ярса илнӗ те: манпа вырт, тенӗ. Анчах Иосиф хӑйӗн тумтирне унӑн аллинче хӑварса чупса тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл, Иосиф хӑйӗн тумтирне ун аллинче хӑварса чупса тухнине курсассӑн,</verse>
				<verse number="14">килӗнчи ҫыннисене чӗнсе, вӗсене ҫапла каланӑ: пӑхӑр-ха, вӑл пирӗн пата ҫак еврее пире мӑшкӑллама илсе килнӗ. Вӑл ман патӑма манпа ҫывӑрма кӗчӗ, анчах эпӗ хытӑ кӑшкӑрса ятӑм та,</verse>
				<verse number="15">эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса янине илтсессӗн, вӑл хӑйӗн тумтирне ман аллӑмра хӑварса чупса тухса тарчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара вӑл унӑн тумтирне хӑйӗн упӑшки, Иосиф хуҫи, килне таврӑниччен хӑй патӗнче тытнӑ.</verse>
				<verse number="17">Арӑмӗ ӑна ҫав сӑмахсенех каласа панӑ, ӑна каланӑ: эсӗ пирӗн пата илсе килнӗ еврей чура ман патӑма мана мӑшкӑллама кӗчӗ, [мана: санпа выртса ҫывӑрам, терӗ,]</verse>
				<verse number="18">анчах эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса ятӑм та, [ҫакна илтсессӗн,] вӑл ман патӑма хӑйӗн тумтирне пӑрахса хӑварсах тухса тарчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Арӑмӗ каланӑ сӑмахсене: «санӑн чуру мана ҫапла турӗ» тенине илтсессӗн, Иосиф хуҫи тарӑхса кайнӑ;</verse>
				<verse number="20">хуҫи Иосифа тытнӑ та патша хупса лартнӑ ҫынсем патне тӗрмене хуптарнӑ. Иосиф вара унта тӗрмере ларнӑ.</verse>
				<verse number="21">Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Вӑл ӑна хӗрхенсе ырӑлӑхне янӑ та, Иосиф тӗрме пуҫлӑхӗ умӗнче кӑмӑл курнӑ.</verse>
				<verse number="22">Тӗрме пуҫлӑхӗ тӗрмере ларакан пур ҫынна та Иосиф аллине панӑ, вӗсем унта кирек мӗн тусассӑн та, пур ҫӗрте те астуса тӑраканни Иосиф пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Тӗрме пуҫлӑхӗ ӗнтӗ Иосифа шанса панӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламан та, мӗншӗн тесессӗн Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="40">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Египет патшийӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр парса тӑраканӗ хӑйсен хуҫи умӗнче, Египет патши умӗнче, айӑпа кӗнӗ.</verse>
				<verse number="2">Фараон хӑй таврашӗнчи икӗ ҫыннине — эрех паракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхне — ҫилленсе ҫитнӗ,</verse>
				<verse number="3">вӗсене патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне, тӗрмене, Иосифа хупса лартнӑ ҫӗре, хупса хунӑ.</verse>
				<verse number="4">Патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ вӗсем патне Иосифа тӑратнӑ, вӑл вӗсене пӑхса тӑнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр вӑхӑт хурал аллинче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Пӗррехинче Египет патшийӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр парса тӑраканӗ, тӗрмере лараканскерсем, тӗлӗк курнӑ: иккӗшӗ те пӗр каҫрах, кашнийӗ хӑйне евӗрлӗ, питех те пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курнӑ.</verse>
				<verse number="6">Иосиф ирхине вӗсем патне пынӑ та курнӑ: акӑ вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="7">Иосиф хӑйӗн хуҫин ҫуртӗнче хӑйпе пӗрле хурал аллинче ларакан фараонӑн аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн паян сирӗн сӑнӑр салхуллӑ? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем ӑна каланӑ: эпир тӗлӗк куртӑмӑр; ӑна ӑнлантарса паракан ҫын ҫук, тенӗ. Иосиф каланӑ: ӑна ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара? мана каласа кӑтартӑр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ хӑйӗн тӗлӗкне Иосифа каласа кӑтартнӑ, ӑна каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн умӑмра иҫӗм ҫырли йывӑҫӗ ларать пек;</verse>
				<verse number="10">йывӑҫӗн виҫӗ турат пек; йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫеҫке ҫурчӗ пек, ҫырлисем те ӳссе, пиҫсе ҫитрӗҫ пек;</verse>
				<verse number="11">фараон курки манӑн аллӑмра пек; эпӗ ҫырлисене татса илтӗм те, сӗткенне фараон куркине пӑчӑртаса юхтартӑм та куркине фараон аллине тыттартӑм пек, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун;</verse>
				<verse number="13">виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн;</verse>
				<verse number="14">хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам:</verse>
				<verse number="15">мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхӗ, Иосиф лайӑх ӑнлантарнине курса, ӑна каланӑ: эпӗ те тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн пуҫ тӑрринче виҫӗ ҫатан кунтӑ пек;</verse>
				<verse number="17">ҫиелти кунтӑра ҫӑкӑр пӗҫерекен пӗҫерсе хунӑ, фараон ҫиекен тӗрлӗрен ҫимӗҫ пек, ӑна манӑн пуҫ тӑрринчи кунтӑран [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем сӑхаҫҫӗ пек, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Иосиф [ӑна] хуравласа каланӑ: ку акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ кунтӑ вӑл — виҫӗ кун;</verse>
				<verse number="19">виҫӗ кунран фараон санӑн пуҫна касса таттарӗ те сана йывӑҫ ҫине ҫактарӗ, [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем санӑн ӳтне сӑха-сӑха тӑпӑлтарӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Виҫҫӗмӗш кунне, хӑй ҫуралнӑ кун, фараон мӗнпур тарҫишӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, хӑйӗн тарҫисем хушшинче вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне аса илнӗ;</verse>
				<verse number="21">вара эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне ӗлӗкхи вырӑнне тавӑрнӑ, лешӗ ӗнтӗ фараон аллине курка тыттарнӑ;</verse>
				<verse number="22">ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне, Иосиф вӗсене каласа кӑтартнӑ пек, [йывӑҫ ҫине] ҫактарнӑ.</verse>
				<verse number="23">Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ Иосифа аса илмен, вӑл ӑна маннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="41">
				<verse number="1">Икӗ ҫул иртсессӗн фараон тӗлӗк курнӑ: акӑ вӑл ҫырма хӗрринче тӑрать пек;</verse>
				<verse number="2">акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухнӑ та хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="3">акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухнӑ, хӑйсем начар, ырхан ӳтлӗ пулнӑ, вӗсем ҫырма хӗррине леш ӗнесем патне пырса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="4">начар, ырхан ӳтлӗ ӗнесем илемлӗ ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе янӑ. Фараон вӑранса кайнӑ,</verse>
				<verse number="5">унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ та тепӗр хут тӗлӗк курнӑ: акӑ пӗр хӑмӑлран ҫичӗ тутӑ та паха пучах ӳссе тухнӑ;</verse>
				<verse number="6">акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ выҫӑ пучах, тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑскерсем, ӳссе тухнӑ;</verse>
				<verse number="7">выҫӑ пучахсем ҫичӗ тулли те тутӑ пучаха ҫисе янӑ. Фараон вӑранса кайнӑ та ку тӗлӗк пулнине ӑнласа илнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ирхине фараонӑн чунӗ шикленсе ӳкнӗ, вӑл вара Египетри мӗнпур асамҫӑпа мӗнпур ӑсчаха чӗнтерсе илтернӗ те вӗсене хӑйӗн тӗлӗкне каласа кӑтартнӑ; анчах ҫав тӗлӗке фараона никам та ӑнлантарса парайман.</verse>
				<verse number="9">Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фараона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫылӑхӑмсене аса илетӗп;</verse>
				<verse number="10">фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑкӑр парса тӑракансенӗн пуҫлӑхне, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ;</verse>
				<verse number="11">пӗр каҫхине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ;</verse>
				<verse number="12">пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ;</verse>
				<verse number="13">вӑл пире епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пулса тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫакса вӗлерчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Фараон вара ҫын янӑ та Иосифа чӗнтерсе илнӗ. Ӑна васкасах тӗрмерен илсе тухнӑ. Вӑл ҫӳҫне кастарнӑ, тумтирне улӑштарнӑ, унтан фараон патне пынӑ.</verse>
				<verse number="15">Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм, анчах ӑна никам та ӑнлантарса параймасть; эпӗ сан ҫинчен тӗлӗк ӑнлантарма пӗлет тенине илтрӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иосиф фараона хуравласа каланӑ: манран килмест ку; фараон ырӑлӑхӗшӗн Турӑ каласа парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Фараон вара Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ ҫырма хӗрринче тӑратӑп пек;</verse>
				<verse number="18">акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухрӗ те хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫларӗ;</verse>
				<verse number="19">акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухрӗ, хӑйсем начар, илемсӗр, ырхан ӳтлӗ; эпӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче вӗсем пек начар ӗне курманччӗ;</verse>
				<verse number="20">начар, ырхан ӗнесем малтанхи ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе ячӗҫ;</verse>
				<verse number="21">мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, анчах мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗни палӑрмарӗ те: лешӗсем унчченхи пекех ырхан тӑрса юлчӗҫ. Вара эпӗ вӑранса кайрӑм.</verse>
				<verse number="22">Унтан татах тӗлӗк куртӑм: акӑ пӗр хӑмӑлтан ҫичӗ тулли те паха пучах ӳссе тухрӗ;</verse>
				<verse number="23">акӑ вӗсем хыҫҫӑн тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ та выҫӑ пучах ӳссе тухрӗ;</verse>
				<verse number="24">выҫӑ пучахсем ҫичӗ паха пучаха ҫисе ячӗҫ. Эпӗ ҫакна асамҫӑсене каласа патӑм, анчах никам та мана ӑнлантарса параймарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Иосиф фараона каланӑ: фараонӑн тӗлӗкӗсем пӗр тӗлӗкех: Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫичӗ паха ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул; ҫичӗ паха пучах та — ҫичӗ ҫул: пӗр тӗлӗкех ку;</verse>
				<verse number="27">лешӗсем хыҫӗнчен тухнӑ ҫичӗ ырхан та начар ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул, тухӑҫран вӗрекен ҫилпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ пучах та — ҫичӗ ҫул, выҫлӑх ҫулӗсем вӗсем.</verse>
				<verse number="28">«Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона кӑтартнӑ» тесе, эпӗ фараона ҫавӑнпа каларӑм ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="29">Акӑ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул пулӗ;</verse>
				<verse number="30">вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулӗ, вара Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ пулнӑ ҫулсем пӗтӗмпе манӑҫа тухӗҫ, ҫӗре выҫлӑх типӗтсе ярӗ,</verse>
				<verse number="31">выҫлӑх ҫитнӗ пирки ҫӗр ҫинче ӗлӗкхи тулӑх ҫулсем асран кайӗҫ, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑхӗ питӗ хаяр пулӗ.</verse>
				<verse number="32">Тӗлӗк фараона икӗ хут курӑнни ҫакӑ чӑнах Турӑ сӑмахӗ иккенне, ҫакна Турӑ часах тӑвассине пӗлтерет.</verse>
				<verse number="33">Халӗ ӗнтӗ фараон ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын суйласа илтӗр те ӑна Египет ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ туса хутӑр.</verse>
				<verse number="34">Фараон ҫӗре пӑхса тӑракан ҫынсем суйласа лартма хуштӑр, ытлӑ-ҫитлӗ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — Египет ҫӗрӗнчи [пӗтӗм ҫимӗҫӗн] пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса пыма хуштӑр;</verse>
				<verse number="35">вӗсем ҫитес ӑнӑҫлӑ ҫулсенче пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ пухчӑр, ӑна фараон аллине парса, кайран ҫимешкӗн хуласенче упраса усраччӑр;</verse>
				<verse number="36">ҫӗр выҫлӑхпа ан пӗттӗр тесессӗн, ҫак тырӑ-пулӑ Египет ҫӗрӗ ҫинче пулас ҫичӗ выҫлӑх ҫул валли сыхлӑха пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫакӑ фараона та, унӑн тарҫисене те пурне те кӑмӑлне килнӗ.</verse>
				<verse number="38">Фараон хӑйӗн тарҫисене каланӑ: ку ҫын ӑшӗнче Турӑ Сывлӑшӗ пур, эпир ҫакӑн пек ҫын тупайӑпӑр-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Унтан фараон Иосифа каланӑ: ҫакна пурне те сана Турӑ пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сан пек ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫук;</verse>
				<verse number="40">эсӗ манӑн килӗм пуҫлӑхӗ пулӑн, манӑн пӗтӗм халӑхӑм санӑн сӑмахна итлесе тӑрӗ; патшара ларнӑран ҫеҫ эпӗ санран аслӑ пулӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Фараон Иосифа тата каланӑ: акӑ эпӗ сана пӗтӗм Египет ҫӗрне пуҫ туса лартатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса илнӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ;</verse>
				<verse number="43">ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ. Ӑна пӗтӗм Египет ҫӗрне пуҫ туса хунӑ.</verse>
				<verse number="44">Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ фараон; санран ирӗк илмесӗр пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче никам та аллине те, урине те хускатмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Фараон Иосифа Цафнаф-панеах ятлӑ хунӑ, ӑна Асенефӑна — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрне — качча илсе панӑ. Вара Иосиф Египет ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ.</verse>
				<verse number="46">Фараон — Египет патши — умне тӑнӑ чухне Иосиф вӑтӑр ҫулта пулнӑ. Иосиф фараон патӗнчен кайнӑ та пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе тухнӑ.</verse>
				<verse number="47">Тулӑхлӑ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — ҫӗр вара пӗр пӗрчӗрен пӗр ывӑҫ парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="48">Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнса] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тырра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирсенчен тырӑ пухса хунӑ.</verse>
				<verse number="49">Иосиф темӗн чухлӗ тырӑ пухнӑ, вӑл тинӗсри хӑйӑр пек нумай пулнӑ, тырра шутлама хисеп ҫитменнипе вӑл ӑна шутлама та пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="50">Выҫлӑх ҫулсем ҫитиччен Иосифӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрӗ — ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="51">Аслӑ ывӑлне Иосиф Манассия ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма, аттемӗн пӗтӗм кил-ҫуртне манмалла турӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="52">Тепӗр ывӑлне Ефрем ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн хам асап курнӑ ҫӗршывра Турӑ мана ӗрчевлӗ турӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="53">Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул иртсе кайнӑ та,</verse>
				<verse number="54">Иосиф каланӑ пек, ҫичӗ выҫлӑх ҫул ҫитнӗ. Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫеҫ тырӑллӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="55">Пӗтӗм Египет ҫӗрӗ те выҫлӑх тӳсе пуҫласассӑн, халӑх фараона йӑлӑнса тырӑ ыйта пуҫланӑ. Фараон вара Египет ҫыннисене пурне те: Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="56">Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ; Иосиф пӗтӗм кӗлете уҫнӑ та Египет ҫыннисене тырӑ сута пуҫланӑ. Египет ҫӗрӗнче выҫлӑх хаярлансах пынӑ.</verse>
				<verse number="57">Пур ҫӗршывран та Египета Иосифран тырӑ илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр ҫинче выҫлӑх хаярлансах пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="42">
				<verse number="1">Иаков Египетра тырӑ пур тенине пӗлнӗ те вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене каланӑ: эсир мӗн пӑхса тӑратӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Тата каланӑ: акӑ эпӗ Египетра тырӑ пур тенине илтрӗм; ҫавӑнта кайӑр та хамӑра пурӑнма, хамӑр вилесрен ҫавӑнтан тырӑ илсе килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара Иосифӑн вунӑ пиччӗшӗ Египета тырӑ туянма тухса кайнӑ,</verse>
				<verse number="4">Вениамина, Иосифӑн шӑллӗне, Иаков унӑн пиччӗшӗсемпе пӗрле яман, вӑл: ӑна инкек-мӗн ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Израиль ывӑлӗсем ҫавӑнта килнӗ ытти ҫынпа пӗрле тырӑ илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Ханаан ҫӗрӗнче выҫлӑх пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫав ҫӗршывра Иосиф пуҫлӑх пулнӑ; вӑл ҫав ҫӗрти пӗтӗм халӑха тырӑ сутса тӑнӑ. Иосифӑн пиччӗшӗсем пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="7">Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене курнӑ та вӗсене палласа илнӗ; анчах вӗсене палламан пек тунӑ, вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӑл вӗсене: эсир ӑҫтан килтӗр? тенӗ. Вӗсем: Ханаан ҫӗрӗнчен тырӑ туянма килтӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене палласа илнӗ, анчах лешӗсем ӑна паллайман.</verse>
				<verse number="9">Иосиф вара вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗсене асне илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем каланӑ: ҫук, ырӑ хуҫамӑр, санӑн чурусем апат туянас тесе килнӗ;</verse>
				<verse number="11">эпир пурсӑмӑр та пӗр ҫын ачисем; эпир тӳрӗ ҫынсем; санӑн чурусем нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл вӗсене каланӑ: ҫук, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем каланӑ: эпир, санӑн чурусем, вуниккӗн пӗртӑванччӗ, эпир Ханаан ҫӗрӗнчи пӗр ҫыннӑн ывӑлӗсем, акӑ халӗ кӗҫӗнни хамӑр аттепе юлчӗ, пӗри ҫухалчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире;</verse>
				<verse number="15">акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр;</verse>
				<verse number="16">хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара вӗсене виҫӗ кунлӑха хурал аллине панӑ.</verse>
				<verse number="18">Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр:</verse>
				<verse number="19">эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр;</verse>
				<verse number="20">хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ. Вӗсем ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: шӑллӑмӑра хирӗҫ ҫылӑха кӗнӗшӗнех эпир асап куратпӑр; вӑл пире тархасланӑ чухне эпир унӑн чунӗ асапланнине куртӑмӑр, ҫапах [ӑна] итлемерӗмӗр; ҫавӑншӑнах ҫак хуйхӑ ҫитрӗ те пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Рувим вӗсене хуравласа каланӑ: эпӗ сире: ачана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗрӗр тесе каламарӑм-и? анчах эсир итлемерӗр; акӑ унӑн юнне хамӑртан шыраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Хӑйсем вара Иосиф ӑнланса тӑнине пӗлмен; унпа вӗсем тӑлмач урлӑ калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="24">[Иосиф] вӗсем патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ та йӗрсе янӑ. Унтан вӗсем патне пырса вӗсемпе калаҫнӑ; кайран вӗсем хушшинчен Симеона уйӑрса илсе, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫыхтарнӑ.</verse>
				<verse number="25">Унтан Иосиф вӗсен миххисене тырӑ тултарма хушнӑ, вӗсем тӳленӗ кӗмӗле кашнийӗн миххине каялла чикме, вӗсене ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ парса яма хушнӑ. Ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем хӑйсен тыррине ашакӗсем ҫине тиенӗ те унтан тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӗр каҫма чарӑнсассӑн, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та хӑйӗн кӗмӗлӗ михӗре ҫиелтех выртнине курах кайнӑ,</verse>
				<verse number="28">вара хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: манӑн кӗмӗле каялла парса янӑ; акӑ вӑл манӑн миххӗмрех, тенӗ. Вӗсен чӗри шуйханса ӳкнӗ, вӗсем чӗтресе пӗр-пӗрне каланӑ: Турӑ пире мӗн турӗ капла? тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӗсем Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне ҫитнӗ те хӑйсем мӗн курнине пурне те ӑна каласа панӑ, вӗсем каланӑ:</verse>
				<verse number="30">ҫав ҫӗрте пуҫ пулса тӑраканӗ пирӗнпе сиввӗн калаҫрӗ, пире ҫав ҫӗре вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем вырӑнне хучӗ.</verse>
				<verse number="31">Эпир ӑна каларӑмӑр: эпир тӳрӗ ҫынсем; эпир нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман;</verse>
				<verse number="32">эпир хамӑр аттемӗрӗн ывӑлӗсем, эпир вуникӗ тӑван; пӗри ҫухалчӗ, кӗҫӗнни халӗ аттемӗрпе пӗрле Ханаан ҫӗрне юлчӗ, терӗмӗр.</verse>
				<verse number="33">Ҫав ҫӗрте пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑвӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран ыттисем тырӑ илсе кайӑр,</verse>
				<verse number="34">ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑванӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Вӗсем миххисене пушатма тытӑннӑ та, акӑ кашнийӗн миххинче кӗмӗл ҫыххи, хӑйӗн кӗмӗлӗ, выртать. Кӗмӗл ҫыххийӗсене вӗсем хӑйсем те, вӗсен ашшӗ те курнӑ, пурте хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="36">Иаков, ашшӗ, вӗсене каланӑ: эсир мана ачамсемсӗр тӑратса хӑвартӑр: Иосиф ҫук, Симеон та ҫук, Вениамина та илсе каяс тетӗр, — ӗнтӗ пӗтӗм инкек манӑн пуҫӑм ҫине! тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Рувим хӑйӗн ашшӗне ҫапла тесе каланӑ: эпӗ Вениамина сан патна илсе килмесессӗн, манӑн икӗ ывӑлӑма вӗлер; ӑна халӗ манӑн аллӑма пар, эпӗ ӑна сана каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Иаков каланӑ: манӑн ывӑлӑм сирӗнпе пӗрле каяймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн пиччӗшӗ вилчӗ, вӑл пӗччен юлчӗ; эсир каяс ҫул ҫинче ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="43">
				<verse number="1">Ҫӗр ҫинче выҫлӑх хаярлансах ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем Египетран илсе килнӗ тыррине ҫисе пӗтерсессӗн, ашшӗ вӗсене каланӑ: татах кайӑр, хамӑр валли кӑштах тырӑ илсе килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иуда ӑна ҫапла тесе каланӑ: леш ҫын пире татсах каласа хучӗ, хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ шӑллӑмӑра пирӗнпе пӗрле ярсассӑн, сана тырӑ илсе килсе парӑпӑр,</verse>
				<verse number="5">ямасассӑн — каймастпӑр, мӗншӗн тесессӗн леш ҫын пире: хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Израиль каланӑ: ҫав ҫынна хӑвӑрӑн тата кӗҫӗн шӑллӑр пур тесе мана мӗншӗн ҫав тӗрлӗ усал тумалла пулнӑ-ши сирӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем каланӑ: вӑл ҫын пирӗн ҫинчен, пирӗн йӑх-кӑк ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ, вӑл: аҫӑр пурӑнать-и-ха? тата сирӗн тӑванӑр пур-и? терӗ. Эпир ӑна ҫапла ыйтнӑран каласа патӑмӑр. Эпир вӑл «шӑллӑра илсе килӗр» теессе пӗлнӗ-им-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр;</verse>
				<verse number="9">уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп;</verse>
				<verse number="10">чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр;</verse>
				<verse number="12">аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="13">хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр;</verse>
				<verse number="14">Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара ҫав ҫынсем ҫак парнесене илнӗ, аллине икӗ хут ытла кӗмӗл илнӗ, Вениамина та илнӗ, вара тапранса Египета тухса кайнӑ та Иосиф умне пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Иосиф, вӗсем хушшинче Вениамина [хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне] курсассӑн, хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: ҫак ҫынсене пӳрте илсе кӗр те мӗнле те пулин выльӑх пусса пӗҫерсе-хатӗрлесе хур, ҫак ҫынсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫынни Иосиф каланӑ пек тунӑ, вӑл ку ҫынсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнӗ.</verse>
				<verse number="18">Ку ҫынсем хӑйсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнинчен хӑраса ӳкнӗ, вӗсем каланӑ: ӗнтӗ пире унччен хамӑр михӗсене каялла чиксе янӑ кӗмӗлшӗн илсе кӗчӗҫ, пире тӑрӑнса, пире тапӑнасшӑн та пире чурана илесшӗн, пирӗн ашаксене те илесшӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса</verse>
				<verse number="20">каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ,</verse>
				<verse number="21">ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр;</verse>
				<verse number="22">тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл каланӑ: лӑпланӑр, ан хӑрӑр; сирӗн миххӗрсене Туррӑр, хӑвӑр аҫӑрӑн Турри, мул хурса янӑ; сирӗн леш кӗмӗлӗр ман пата ҫитрӗ, тенӗ. Унтан вӑл вӗсем патне Симеона илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫав ҫын вӗсене Иосиф пӳртне илсе кӗнӗ те шыв панӑ, вӗсем урисене ҫунӑ; вӗсен ашакӗсене те апат панӑ.</verse>
				<verse number="25">Кӑнтӑрла тӗлне, Иосиф килнӗ ҫӗре, вӗсем парнесем хатӗрлесе хунӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсем ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫиессине илтнӗ.</verse>
				<verse number="26">Иосиф килне таврӑннӑ; вӗсем хӑйсен аллинчи парнисене унӑн килне илсе пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл вӗсенчен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ те каланӑ: хӑвӑр каланӑ ватӑ аҫӑр сывах-и? пурӑнать-и-ха вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем каланӑ: санӑн чуру, пирӗн аттемӗр, сывӑ тӑрать, пурӑнать-ха, тенӗ. [Вӑл: ҫав ҫынна Турӑ пилленӗ, тенӗ.] Вӗсем чӗркуҫленнӗ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="29">[Иосиф] пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Вениамина — хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне — курса каланӑ: эсир мана каланӑ кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑ-и? тенӗ. Унтан: Турӑ ырӑлӑхӗ санпа пӗрле пултӑр, ывӑлӑм! тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Иосиф васкаса тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн шӑллӗне юратнипе унӑн чун-чӗри вутла хыпса илнӗ, вӑл йӗрсе яма хатӗр пулнӑ; вӑл, шалти пӳлӗмне кӗрсе, ҫавӑнта йӗнӗ.</verse>
				<verse number="31">Унтан питне-куҫне ҫуса тухнӑ та кӑмӑлне пусарса: ҫиме парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Апатне Иосифа хӑйне уйрӑм, кусене хӑйсене уйрӑм, унпа пӗрле апатланакан Египет ҫыннисене хӑйсене уйрӑм панӑ, мӗншӗн тесессӗн Египет ҫыннисем еврейсемпе пӗрле ҫимеҫҫӗ, Египет ҫыннисемшӗн ку ирсӗр ӗҫ шутланать.</verse>
				<verse number="33">Вӗсем унӑн умӗнче асли аслине кура, кӗҫӗнни кӗҫӗннине кура ларса тухнӑ, ҫак ҫынсем пӗр-пӗринпе тӗлӗнсе ларнӑ.</verse>
				<verse number="34">Иосиф вӗсене хӑйӗн сӗтелӗ ҫинчи апата партарса тӑнӑ, Вениамин пайӗ ыттисен пайӗнчен пилӗк хут ытларах пулнӑ. Вӗсем ӗҫнӗ, унпа пӗрле чылаях ӗҫнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="44">
				<verse number="1">[Иосиф] хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне хушса каланӑ: ҫак ҫынсенӗн миххисене хӑйсем йӑтса кайма пултарнӑ таран тырӑ тултар, кашнийӗн кӗмӗлне каялла хӑйӗн миххине хур,</verse>
				<verse number="2">кӗҫӗннийӗн миххине вара хӑй илнӗ тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗлпе пӗрле манӑн куркама, кӗмӗл куркама, чиксе хур, тенӗ. Лешӗ Иосиф каласа хунӑ пекех тунӑ.</verse>
				<verse number="3">Ирхине, тул ҫутӑлсассӑн, ку ҫынсене хӑйсене те, вӗсен ашакӗсене те кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: кай та хӑваласа ҫит ҫав ҫынсене, хӑваласа ҫитсессӗн кала вӗсене: мӗншӗн эсир ырӑшӑн усалпа тавӑратӑр? [мӗншӗн манӑн кӗмӗл куркана вӑрларӑр?] те.</verse>
				<verse number="5">Ара, ку манӑн хуҫамӑн курки мар-и? вӑл унпа ӗҫмест-и? ун ҫине пӑхса юмламасть-и? Эсир капла начар турӑр, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Лешӗ вӗсене хӑваласа ҫитнӗ те ҫак сӑмаха каланӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем ӑна каланӑ: пирӗн хуҫамӑр мӗншӗн ҫапла калать-ха? Ҫук, санӑн чурусем ун пек ӗҫ тӑвас ҫук.</verse>
				<verse number="8">Акӑ эпир хамӑр михӗсенче тупнӑ кӗмӗле те сана Ханаан ҫӗрӗнчен каялла илсе килсе патӑмӑр: епле-ха эпир санӑн хуҫу ҫуртӗнчен кӗмӗл е ылтӑн вӑрлама пултарнӑ?</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑн чурусем хушшинче [курка] камра тупӑнӗ, ҫав ҫынна вилӗм ҫиттӗр, эпир те хамӑр хуҫамӑр чурисем пулӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл каланӑ: юрӗ; хӑвӑр епле каларӑр, ҫапла пултӑр: [куркана] илекенӗ манӑн чура пулӗ, ыттисем айӑплӑ пулмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем харпӑр хӑй миххине хӑвӑртрах ҫӗре антарса лартнӑ та уҫса хунӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл вӗсене аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех ухтарса тухнӑ; курка Вениамин миххинче тупӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем хӑйсен ҫийӗнчи тумтирӗсене туртса ҫурнӑ та, харпӑр хӑй ҫӗклемне ашакӗ ҫине тиесе, каялла хулана таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="14">Иудӑпа унӑн тӑванӗсем Иосиф ҫуртне пынӑ, Иосиф ун чухне килӗнчех пулнӑ-ха, вӗсем ун умне ҫӗре ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="15">Иосиф вӗсене каланӑ: эсир капла мӗн турӑр? ман пек ҫын ҫакна сисме пултарасса эсир пӗлмен-и-мӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иуда каланӑ: хамӑр хуҫамӑра пирӗн мӗн калас-ха? мӗн теес-ха? мӗнле тӳрре тухас-ха? Турӑ санӑн чурусен суйине тупрӗ; акӑ эпир пурсӑмӑр та, камӑн аллинче курка тупнӑ — ҫавӑ та, хамӑр хуҫамӑрӑн чури пулатпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Анчах [Иосиф] ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ апла тӑвассӑм ҫук; камӑн аллинче курка тупӑннӑ, ҫавӑ манӑн чура пулӗ, эсир лӑпланса хӑвӑр аҫӑр патне кайӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Иуда ун патне ҫывӑха пынӑ та каланӑ: эй хуҫамӑм, хӑвӑн чуруна хамӑн хуҫама сӑмах калама парсамччӗ, хӑвӑн чуруна ан ҫилленсемччӗ: эсӗ фараонпа пӗрех-ҫке.</verse>
				<verse number="19">Манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чурисенчен: сирӗн аҫӑр е тӑванӑр пур-и? тесе ыйтсаччӗ.</verse>
				<verse number="20">Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: илсе килӗр ӑна ман патӑма, курам ӑна, терӗн.</verse>
				<verse number="22">Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: ача хӑйӗн ашшӗне пӗччен хӑвараймасть, вӑл ашшӗнчен уйӑрӑлса кайсассӑн, ашшӗ вилет, терӗмӗр.</verse>
				<verse number="23">Анчах эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: сирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑр килмесессӗн, эсир урӑх манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗн.</verse>
				<verse number="24">Эпир, санӑн чуру патне, хамӑр аттемӗр патне, ҫитсессӗн, ӑна хамӑр хуҫамӑрӑн сӑмахне каласа патӑмӑр.</verse>
				<verse number="25">Пирӗн атте: татах кайӑр, кӑштах тырӑ илсе килӗр, терӗ.</verse>
				<verse number="26">Эпир каларӑмӑр: пирӗн кайма юрамасть; пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑмӑр пырсассӑн кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑмӑр пулмасассӑн, пирӗн ҫав ҫыннӑн куҫне курӑнма юрамасть, терӗмӗр.</verse>
				<verse number="27">Санӑн чуру, пирӗн атте, пире каларӗ: эсир манӑн арӑмӑм мана икӗ ывӑл ҫуратса панине пӗлетӗр;</verse>
				<verse number="28">пӗри мана пӑрахса кайрӗ, эпӗ: ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахрӗ ахӑр, терӗм; эпӗ ӑна ҫак таранчченех курмарӑм;</verse>
				<verse number="29">кӑна та куҫӑм умӗнчен илсе кайсассӑн, ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, терӗ.</verse>
				<verse number="30">Халӗ эпӗ санӑн чуру патне, хамӑрӑн аттемӗр патне, ҫитсессӗн, унӑн чунӗ юратакан ачи пирӗнпе пӗрле пулмасассӑн,</verse>
				<verse number="31">вӑл ачи ҫуккине курӗ те вилсе выртӗ; ҫапла санӑн чурусем санӑн чуруна, хамӑрӑн аттемӗре, ватӑлмалӑх кунӗнче кулянтарса тупӑка кӗртӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Ҫитменнине тата эпӗ, санӑн чуру, ачашӑн атте умӗнче явап тытма пултӑм, эпӗ: ӑна сан патна илсе килмесессӗн, [ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн,] эпӗ аттем умӗнче пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп, терӗм.</verse>
				<verse number="33">Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ача вырӑнне хам хуҫамӑм чури пулса юлам, ача вара хӑйӗн пиччӗшӗсемпе пӗрле кайтӑр,</verse>
				<verse number="34">мӗншӗн тесессӗн, ача манпа пӗрле пулмасассӑн, эпӗ аттем патне епле каям? апла эпӗ аттеме ҫитсе ҫапнӑ хурлӑха курмалла пулатӑп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="45">
				<verse number="1">Иосиф вара текех чӑтса тӑрайман, хӑй тавра тӑракан мӗнпур ҫын умӗнчех: ман патӑмран пурне те кӑларса ярӑр! тесе кӑшкӑрса янӑ. Хӑйне тӑванӗсене паллаттарнӑ чухне Иосиф патӗнче никам та пулман.</verse>
				<verse number="2">Вӑл уласа йӗрсе янӑ, ҫакна Египет ҫыннисем те илтнӗ, фараон ҫуртӗнчисем те илтнӗ.</verse>
				<verse number="3">Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ — Иосиф, манӑн аттем сывӑ-и-ха? тенӗ. Анчах тӑванӗсем ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнеймен: вӗсем ун умӗнче аванмарланса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: ман патӑма ҫывӑхарӑр-ха, тенӗ. Вӗсем ҫывӑха пырса тӑнӑ. Вӑл каланӑ: эпӗ — Иосиф, хӑвӑр Египета сутса янӑ тӑванӑр;</verse>
				<verse number="5">анчах халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн ан ӳкӗнӗр: мана Турӑ сирӗн пурӑнӑҫӑра упрама сирӗн умӑртан янӑ;</verse>
				<verse number="6">ҫӗр ҫинче икӗ ҫул выҫлӑх пырать: тата пилӗк ҫул [юлать], ҫак ҫулсенче сухаламӗҫ те, вырмӗҫ те;</verse>
				<verse number="7">сире ҫӗр ҫинчен пӗтерес мар тесе, сирӗн пурӑнӑҫӑра тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварас тесе, Турӑ мана сирӗн умӑртан ячӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫапла, мана кунта эсир яман, Турӑ янӑ, Вӑл мана фараон ашшӗ туса хучӗ, унӑн пӗтӗм килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ турӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрне тытса тӑраканӗ турӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла;</verse>
				<verse number="10">эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ;</verse>
				<verse number="11">сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр.</verse>
				<verse number="12">Ҫакна сире хам чӗлхе-ҫӑварӑмпа каланине сирӗн куҫӑр та, манӑн пӗртӑванӑм Вениамин куҫӗ те курать;</verse>
				<verse number="13">аттеме манӑн Египетри пӗтӗм чапӑм ҫинчен, хӑвӑр мӗн курни ҫинчен пурне те каласа парӑр, аттеме хӑвӑртрах кунта илсе килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӑл Вениамина, хӑйӗн шӑллӗне, мӑйӗнчен ыталаса илсе йӗрсе янӑ; Вениамин та унӑн мӑйӗнчен уртӑнса йӗнӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл хӑйӗн пур тӑванне те чуптуса тухнӑ, вӗсене ыталаса йӗнӗ. Унтан тӑванӗсем унпа калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="16">Иосиф тӑванӗсем килни ҫинчен фараон ҫуртне те хыпар ҫитнӗ, фараон хӑй те, унӑн чурисем те ҫакӑншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Фараон Иосифа каланӑ: хӑвӑн тӑванусене кала: эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: выльӑхӑрсем ҫине [тырӑ] тийӗр те Ханаан ҫӗрне кайӑр, те;</verse>
				<verse number="18">хӑвӑр аҫӑра, килӗр-йышӑра илӗр те ман патӑма тухса килӗр; эпӗ сире Египет ҫӗрӗнче чи лайӑх [вырӑн] парӑп, эсир паха ҫӗр ҫимӗҫӗ ҫисе пурӑнӑр, те.</verse>
				<verse number="19">Сана тата калама хушатӑп: ҫапла тӑвӑр: хӑвӑр ачӑрсем валли, хӑвӑр арӑмӑрсем валли Египет ҫӗрӗнчен чаплӑ урапасем илсе кайӑр, аҫӑра илӗр те кунта килӗр;</verse>
				<verse number="20">хӑвӑр япалӑрсене ан хӗрхенӗр, эпӗ сире пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласене парӑп, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та. Фараон хушнипе Иосиф вӗсене чаплӑ урапасем панӑ, ҫул ҫине мӗн кирлине парса янӑ,</verse>
				<verse number="22">улӑштарса тӑхӑнма пурне те тумтир панӑ, Вениамина вара виҫҫӗр сикль кӗмӗл тата улӑштарса тӑхӑнма пилӗк тумтир панӑ;</verse>
				<verse number="23">ашшӗ валли те вунӑ ашак ҫине Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласем тиесе янӑ, ашшӗ валли ҫула тухмашкӑн вунӑ ама ашак ҫине тырӑ, ҫӑкӑр тата тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тиесе янӑ.</verse>
				<verse number="24">Вара тӑванӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем кайнӑ. Вӗсене: ҫул ҫинче ан хирӗҫӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсем Египетран тухса кайнӑ та Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ,</verse>
				<verse number="26">вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: [санӑн ывӑлу] Иосиф чӗрӗ, халӗ вӑл пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче пуҫлӑх пулса тӑрать, тенӗ. Анчах унӑн чӗри вӑрка пуҫланӑ, вӑл вӗсене ӗненме те пултарайман.</verse>
				<verse number="27">Вӗсем ӑна хӑйсене Иосиф каласа янӑ сӑмахсене пурне те каласа панӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйне илсе каймашкӑн Иосиф парса янӑ чаплӑ урапасене те курнӑ, вара Иаковӑн, вӗсен ашшӗн, чунӗ хӗпӗртесе кайнӑ,</verse>
				<verse number="28">вара Израиль каланӑ: [мана ку] ҫитет ӗнтӗ, Иосиф ывӑлӑм чӗрӗ иккен-ха; хам виличчен кайса курам ӑна, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="46">
				<verse number="1">Хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах илсе, Израиль тапранса тухнӑ, Вирсавияна ҫитнӗ те хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Туррине парнесем кӳнӗ.</verse>
				<verse number="2">Израиле ҫӗрле Турӑ курӑннӑ, ӑна каланӑ: Иаков! Иаков! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Турӑ каланӑ: Эпӗ Турӑ, санӑн аҫун Турри; Египета кайма ан хӑра, Эпӗ унта санран аслӑ халӑх кӑларӑп;</verse>
				<verse number="4">Эпӗ санпа пӗрле Египета пырӑп, Эпех сана каялла илсе тухӑп. Санӑн куҫна Иосиф хӑй аллипе хупӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иаков Вирсавияран тапранса кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗне Иакова, хӑйсен ачи-пӑчине, хӑйсен арӑмӗсене фараон Иакова илсе пыма парса янӑ чаплӑ урапасем ҫине лартса илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем хӑйсен выльӑхӗ-чӗрлӗхне тата Ханаан ҫӗрӗнче пуҫтарнӑ пурлӑхне илсе Египета ҫитнӗ, — Иаков хӑй те, унпа пӗрле унӑн мӗнпур йӑхӗ те ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл хӑйпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен ывӑлӗсене, хӑйӗн хӗрӗсене, хӗрӗсен хӗрӗсене, хӑйӗн мӗнпур йӑхне Египета ертсе килнӗ.</verse>
				<verse number="8">Египета ҫитнӗ Израиль ывӑлӗсен ячӗсем ҫаксем: Иаковпа унӑн ывӑлӗсем. Иаковӑн малтанхи ывӑлӗ Рувим.</verse>
				<verse number="9">Рувим ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми.</verse>
				<verse number="10">Симеон ывӑлӗсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата Ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул.</verse>
				<verse number="11">Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.</verse>
				<verse number="12">Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, тата Шела, тата Фарес, тата Зара; Ирпа Онан Ханаан ҫӗрӗнчех вилнӗ. Фарес ывӑлӗсем Есром тата Хамул пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Иссахар ывӑлӗсем: Фола тата Фува, Иов тата Шимрон.</verse>
				<verse number="14">Завулон ывӑлӗсем: Серед, Елон тата Иахлеил.</verse>
				<verse number="15">Ҫаксем Лия Иакова Месопотамире ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, Лия тата Дина ятлӑ хӗрне ҫуратса панӑ. Ывӑлӗсемпе хӗрӗсем мӗнпурӗ вӑтӑр виҫӗ чун пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Гад ывӑлӗсем: Цифион тата Хагги, Шуни тата Эцбон, Ери тата Ароди, тата Арели.</verse>
				<verse number="17">Асир ывӑлӗсем: Имна тата Ишва, тата Ишви, тата Бриа, тата вӗсенӗн йӑмӑкӗ Серах. Бриа ывӑлӗсем: Хевер тата Малхиил.</verse>
				<verse number="18">Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна парса янӑ Зелфӑн ывӑлӗсем; Зелфа Иакова вунултӑ чун ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="19">Рахилӗн, Иаков арӑмӗн, ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин.</verse>
				<verse number="20">Египет ҫӗрӗнче Иосифӑн Манассияпа Ефрем ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Потиферӑн, Илиополь хули апӑсӗн, хӗрӗ — ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="21">Вениамин ывӑлӗсем: Бела, Бехер тата Ашбел; [Бела ывӑлӗсем:] Гера тата Нааман, Ехи тата Рош, Муппим тата Хуппим, тата Ард.</verse>
				<verse number="22">Кусем Рахиль Иакова ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, пурӗ вунтӑватӑ чун.</verse>
				<verse number="23">Дан ывӑлӗ: Хушим.</verse>
				<verse number="24">Неффалим ывӑлӗсем: Иахцеил тата Гуни, тата Иецер, тата Шиллем.</verse>
				<verse number="25">Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле парса янӑ Валлӑн ывӑлӗсем; вӑл Иакова пурӗ ҫичӗ чун ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="26">Иаковпа пӗрле Египета пынисем, унран ҫуралса ӳснисем, Иаков ывӑлӗсен арӑмӗсене шутламасассӑн, пурӗ утмӑл ултӑ чун.</verse>
				<verse number="27">Иосифӑн Египетра ҫуралнӑ ывӑлӗсем икӗ чун. Иаковӑн [хӑйпе пӗрле] Египета куҫнӑ килӗ-йышӗ мӗнпурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун.</verse>
				<verse number="28">Иосиф Гесем ҫулне кӑтарттӑр тесе, Иаков Иудӑна хӑй умӗнчен Иосиф патне янӑ. Вӗсем Гесем ҫӗрне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="29">Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; ашшӗне курсассӑн, ӑна ыталаса илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ.</verse>
				<verse number="30">Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗнтӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑванӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем;</verse>
				<verse number="32">ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗсем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем.</verse>
				<verse number="33">Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн,</verse>
				<verse number="34">хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тесе, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаранпах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр. Мӗншӗн тесессӗн сурӑх кӗтекен кирек кам та Египет ҫыннисемшӗн ирсӗр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="47">
				<verse number="1">Иосиф вара фараон патне пынӑ та хыпар тунӑ, вӑл каланӑ: манӑн аттем, манӑн тӑванӑмсем хӑйсен вак выльӑхӗпе, шултӑра выльӑхӗпе, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле илсе Ханаан ҫӗрӗнчен килчӗҫ; акӑ ӗнтӗ вӗсем халӗ Гесем ҫӗрӗнче, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл хӑйӗн тӑванӗсенчен пиллӗкӗшне фараон умне илсе пырса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="3">Фараон унӑн тӑванӗсене каланӑ: эсир мӗн ӗҫлесе пурӑнатӑр? тенӗ. Вӗсем фараона каланӑ: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — сурӑх кӗтӳҫисем, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем фараона тата каланӑ: Ханаан ҫӗрӗнче хаяр выҫлӑх, унта хамӑрӑн, санӑн чурусен, выльӑхне кӗтме кӗтӳлӗх ҫук, ҫавӑнпа эпир ҫак ҫӗрте пурӑнас тесе килтӗмӗр; ӗнтӗ хӑвӑн чурусене Гесем ҫӗрне вырӑнаҫма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ;</verse>
				<verse number="6">Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иосиф хӑйӗн ашшӗне Иакова илсе пынӑ та фараон умне тӑратнӑ; Иаков фараона пилленӗ.</verse>
				<verse number="8">Фараон Иакова каланӑ: эсӗ пурӑнан кунҫул миҫе ҫул пулать ӗнтӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иаков фараона каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳре пуҫлани ҫӗр вӑтӑр ҫул ӗнтӗ; эпӗ пурӑннӑ кунҫул сахал та телейсӗр пулчӗ, хамӑн аттесем ҫӳресе ирттернӗ кунҫула ҫитеймерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара Иаков фараона пилленӗ те ун патӗнчен тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Иосиф хӑйӗн ашшӗпе тӑванӗсене вырӑнаҫтарнӑ, вӗсене, фараон хушнӑ пек, Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх ҫӗрте, Раамсес ҫӗрӗнче, вырӑн панӑ.</verse>
				<verse number="12">Иосиф хӑйӗн ашшӗне, тӑванӗсене, ашшӗн пӗтӗм кил-йышне — кашни кил-йыша мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫав таран — тырӑ парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Пӗтӗм ҫӗр ҫинче тырӑ пулман, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх хаярланнӑҫемӗн хаярланса пынӑ; выҫлӑхпа Египет ҫӗрӗ те, Ханаан ҫӗрӗ те хӑрӑнса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="14">Иосиф Египет ҫӗрӗнчи тата Ханаан ҫӗрӗнчи мӗнпур кӗмӗле, тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗле, пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та фараон килне панӑ.</verse>
				<verse number="15">Египет ҫӗрӗнче те, Ханаан ҫӗрӗнче те кӗмӗл юлман. Египет ҫыннисем пурте Иосиф патне пынӑ та каланӑ: пире тырӑ парсамччӗ; кӗмӗл пӗтнипе халӗ ӗнтӗ пирӗн сан умӑнтах вилмелле-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иосиф каланӑ: кӗмӗлӗр пӗтрӗ пулсассӑн, выльӑхӑра хӑваласа килӗр, эпӗ сире выльӑхӑршӑн [тырӑ] парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем хӑйсен выльӑхне Иосиф патне хӑваласа пынӑ; Иосиф вӗсене лашисемшӗн, вак выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, ашакӗсемшӗн тырӑ панӑ; ҫав ҫулхине вӑл вӗсене мӗнпур выльӑхӗшӗн тырӑ парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ку ҫул иртсе кайнӑ; вӗсем тепӗр ҫулхине те ун патне пынӑ та каланӑ: кӗмӗл пӗтнине, пирӗн выльӑх кӗтӗвӗсем хуҫамӑр аллине куҫнине эпир хамӑр хуҫамӑртан пытараймастпӑр; ӗнтӗ хамӑр ӳтсӗр пуҫне, хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр умӗнче пирӗн нимӗн те юлмарӗ;</verse>
				<verse number="19">мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫӗрӗмӗрсен те санӑн куҫу умӗнчех пӗтес-ха? тырӑшӑн пире хамӑра та, пирӗн ҫӗрсене те ил, вара эпир ҫӗрӗ-мӗнӗпех фараон чурисем пулӑпӑр, эсӗ пире вӑрлӑх пар, эпир чӗрӗ юлар, вилер мар, ҫӗр пушанса ан юлтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара Иосиф пӗтӗм Египет ҫӗрне фараон валли туяннӑ: выҫлӑх аптӑратса ҫитернипе Египет ҫыннисем пурте хӑйсен хирӗсене сутса янӑ. Ҫӗр фараона пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл халӑха та Египетӑн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитичченех чура туса хунӑ.</verse>
				<verse number="22">[Иосиф] апӑссен ҫӗрне ҫеҫ туянман, мӗншӗн тесессӗн апӑссене фараон ҫӗрӗнчен пай татса панӑ, вӗсем фараон татса панӑ ҫӗртен тӑранса пурӑннӑ; ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ҫӗрне сутман.</verse>
				<verse number="23">Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акса тухӑр;</verse>
				<verse number="24">вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑранса пурӑнма юлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсем: эсӗ пире вилӗмрен хӑтартӑн; ӗнтӗ хамӑр хуҫамӑр куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупар, фараон чури пулар, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иосиф ҫакна Египет ҫӗрӗнчи саккун туса хунӑ, вӑл ҫак кунчченех ҫапла пырать: пиллӗкӗмӗш пая фараона памалла, апӑссен ҫӗрӗнчен ҫеҫ фараона памалла мар, мӗншӗн тесессӗн ку — фараон ҫӗрӗ мар.</verse>
				<verse number="27">Израиль Египет ҫӗрӗнче, Гесем ҫӗрӗнче, пурӑннӑ, ку ҫӗр вӗсен пулнӑ, вӗсем ӗрченӗ, питӗ йышлӑланса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="28">Иаков Египет ҫӗрӗнче вунҫичӗ ҫул пурӑннӑ; Иаковӑн ӗмӗрӗ, вӑл пурӑннӑ кунҫул, ҫӗр хӗрӗх ҫичӗ ҫул пулнӑ.</verse>
				<verse number="29">Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑйӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту;</verse>
				<verse number="30">эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ. Иосиф: эсӗ каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Тата каланӑ: мана тупа ту, тенӗ. Иосиф ӑна тупа тунӑ. Вара вырӑн ҫинче выртакан Израиль пуҫне тайса илнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="48">
				<verse number="1">Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн Иосифа каланӑ: акӑ санӑн аҫу чирлӗ выртать, тенӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле икӗ ывӑлне, Манассияпа Ефрема, илнӗ [те Иаков патне кайнӑ].</verse>
				<verse number="2">Иакова хыпар туса каланӑ: акӑ сан патна Иосиф ывӑлу килет, тенӗ. Израиль хӑйӗн халне пухса вырӑнӗ ҫине тӑрса ларнӑ.</verse>
				<verse number="3">Иаков Иосифа каланӑ: Пурне те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ханаан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ,</verse>
				<verse number="4">Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Халӗ ӗнтӗ санӑн икӗ ывӑлу — сана Египетра ҫуратса панӑскерсем, эпӗ сан патна Египета киличчен ҫуралнӑскерсем — манӑн ывӑлсем вӗсем; Рувимпа Симеон пекех, Ефремпа Манассия манӑн пулӗҫ;</verse>
				<verse number="6">вӗсем хыҫҫӑн ҫуралас ачусем вара санӑн пулӗҫ; вӗсем хӑйсен пиччӗшӗсен ячӗпе вӗсен еткер ҫӗрне ята кӗрӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ Месопотамирен таврӑннӑ чухне Ханаан ҫӗрӗнче, ҫул ҫинче, Ефрафӑна ҫитесси кӑшт ҫеҫ юлсассӑн, манӑн Рахилӗм [санӑн аннӳ] вилчӗ, эпӗ ӑна унта Ефрафӑна — хальхи Вифлеема — каякан ҫул хӗррине пытарса хӑвартӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиль Иосиф ывӑлӗсене курнӑ та: кусем камсем? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: кусем — Турӑ мана кунта панӑ ывӑлӑмсем, тенӗ. [Иаков] каланӑ: вӗсене ман патӑма ҫывӑхарах илсе кил-ха, вӗсене пиллем эпӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ватӑлнипе Израилӗн куҫӗ йӑвашланнӑ; вӑл витӗрех курайман. Иосиф вӗсене ун патне илсе пынӑ, Израиль вӗсене чуптуса, ыталаса илнӗ.</verse>
				<verse number="11">Израиль Иосифа каланӑ: эпӗ санӑн сӑнна курасса сунманччӗ; акӑ Турӑ мана санӑн ачусене те кӑтартрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иосиф, вӗсене Иаков чӗрҫийӗ патӗнчен аяккарах тӑратса, ашшӗне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="13">Унтан Иосиф [хӑйӗн ывӑлӗсене] иккӗшне те ҫавӑтнӑ та Ефрема хӑйӗн сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай аллине хирӗҫ, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилӗн сылтӑм аллине хирӗҫ пырса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="14">Анчах Израиль хӑйӗн сылтӑм аллине тӑснӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫине, кӗҫӗннин пуҫӗ ҫине, хунӑ, сулахаййине Манассия пуҫӗ ҫине хунӑ. Манассия малтанхи ывӑл пулнӑ пулин те, ҫавна пӗлсех вӑл аллисене ҫапла хунӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл Иосифа пиллесе каланӑ: манӑн Авраампа Исаак аттемсем Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, ҫав Турӑ, мана мӗн ҫуралнӑранпа ҫак кунччен пӑхса усракан Турӑ,</verse>
				<verse number="16">мана пур тӗрлӗ усалтан хӑтарса тӑракан Ангел ҫак ачасене пиллетӗр; манӑн ятӑмпа Авраампа Исаак аттемсен ячӗсем вӗсем ҫинче пулччӑр, вӗсем ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ ӗрчесе-хунаса кайччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иосиф хӑйӗн ашшӗ сылтӑм аллине Ефрем пуҫӗ ҫине хунине курнӑ; вӑл ҫакӑншӑн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вара вӑл ашшӗн аллине тытнӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫинчен Манассия пуҫӗ ҫине илсе хума тӑнӑ,</verse>
				<verse number="18">Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, апла мар, малтанхи — акӑ, хӑвӑн сылтӑм аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хурсам, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Анчах ашшӗ килӗшмен, вӑл: пӗлетӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп; унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ; анчах унӑн шӑллӗ унран аслӑрах пулӗ, унӑн вӑрлӑхӗнчен йышлӑ халӑх тухӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫав кун вӑл вӗсене ҫапла каласа пилленӗ: сирӗн ятӑрсем Израильшӗн пиллӗх пек пулӗҫ, Израиль ывӑлӗсем: «Турӑ сана Ефремпа Манассия пек тутӑр» тесе пиллӗҫ, тенӗ. Вара Ефрема Манассияран аслӑ туса хунӑ.</verse>
				<verse number="21">Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, сире хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ;</verse>
				<verse number="22">сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="49">
				<verse number="1">Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: пухӑнӑр, эпӗ сире килес кунсенче хӑвӑра мӗн пулассине каласа хӑварам.</verse>
				<verse number="2">Эй Иаков ывӑлӗсем, пуҫтарӑнӑр та итлӗр, хӑвӑр аҫӑра, Израиле, итлӗр.</verse>
				<verse number="3">Эй Рувим, малтанхи ывӑлӑм манӑн! эсӗ — манӑн тӗрекӗм, вӑй-халӑмӑн малтанхи ҫимӗҫӗ эсӗ, пысӑк чыслӑ, пысӑк хӑватлӑ эсӗ;</verse>
				<verse number="4">анчах эсӗ шыв пек чарусӑр кӗрлерӗн, халӗ ӗнтӗ асли, ҫӳлти пулаймӑн: эсӗ аҫу вырӑнӗ ҫине хӑпартӑн, ҫапла хӑпарса, манӑн вырӑнӑма ирсӗрлетрӗн.</verse>
				<verse number="5">Симеонпа Левий — пӗртӑвансем, вӗсенӗн хӗҫӗсем — хаярлӑх хӗҫӗсем;</verse>
				<verse number="6">манӑн чунӑм вӗсен канашне ан кӗтӗр, манӑн мухтавӑм вӗсен пухӑвне ан пӗлтӗр; вӗсем, ҫилли тулса ҫитсессӗн, ар ҫынна вӗлерчӗҫ, кӑмӑлне чараймасӑр вӑкӑр шӑнӑрне касса татрӗҫ;</verse>
				<verse number="7">вӗсен ҫилли ылханлӑ, мӗншӗн тесен тискер вӑл, хаярлӑхӗ те ылханлӑ, мӗншӗн тесен усал вӑл; вӗсене Иаков ывӑлӗсем хушшинче салатӑп, Израиль ывӑлӗсем хушшинче сапалӑп.</verse>
				<verse number="8">Эй Иуда! сана тӑванусем аслӑласа мухтӗҫ. Аллу — тӑшманусен ӗнсийӗ ҫийӗнче; сана хӑвӑн аҫун ывӑлӗсем пуҫҫапӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫамрӑк арӑслан эсӗ, Иуда, ывӑлӑм, ҫӗклентӗн, тупӑшу тӗлӗнче тӑратӑн. Лапчӑнчӗ вӑл, выртрӗ, арӑслан пек, арӑслан ами пек выртать: ӑна кам тӑратайӗ?</verse>
				<verse number="10">Килӗштерекенни киличчен, халӑхсем Ӑна парӑниччен Иудӑран пуҫлӑх туйи каймӗ, ун варӗнчен саккун паракан ҫуралсах тӑрӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл ашакӗн тихине иҫӗм турачӗ ҫумне кӑкарать, чи паха иҫӗм турачӗ ҫумне ашакӗн ывӑлне кӑкарать; вӑл хӑйӗн тумтирне эрехпе ҫӑвать, хӑйӗн тумне иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗпе ҫӑвать;</verse>
				<verse number="12">[унӑн] куҫӗсем эрехпе ҫуталса тӑраҫҫӗ, [унӑн] шӑлӗсем сӗтпе шуралнӑ.</verse>
				<verse number="13">Завулон тинӗс хӗрринче пурӑнӗ, карапсем чарӑнакан тӗлте пурӑнӗ, Сидон таран унӑн ҫӗрӗ.</verse>
				<verse number="14">Иссахар — тӗреклӗ ашак вӑл, шыв юпписем хушшинче выртакан ашак;</verse>
				<verse number="15">вӑл канӑҫ аваннине, ҫак ҫӗр илемлине курчӗ: хулпуҫҫине ҫӗклем йӑтма пӗшкӗртрӗ, хырҫӑ тӳлемешкӗн ӗҫле пуҫларӗ.</verse>
				<verse number="16">Дан, Израилӗн пӗр йӑхӗ пулнӑ май, хӑй халӑхне сут туса тӑрӗ;</verse>
				<verse number="17">Дан ҫул ҫинчи ҫӗлен, сукмак ҫинчи аспид пулӗ, вӑл ут урине сӑхӗ те, юланутҫи каялла кайса ӳкӗ.</verse>
				<verse number="18">Эй Турӑ, Эсӗ пулӑшасса шанса тӑратӑп!</verse>
				<verse number="19">Гад — ӑна халӑх ушкӑнӗ хӗстерӗ, анчах вӑл ӑна хыҫӗнчен хӑваласа хӳтерсе ярӗ.</verse>
				<verse number="20">Асирӑн тырри-пулли питӗ тулӑх; вӑл патша валли ҫимӗҫ парса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="21">Неффалим — ҫӳллӗ теревинф, хитре турачӗсене сарса ларать.</verse>
				<verse number="22">Иосиф — тулӑх ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ, ҫӑлкуҫ тӗлӗнче ӳсекен, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ; унӑн турачӗсем хӳмерен те ҫӳллӗрех ӳссе сарӑлаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="23">ӑна кӳрентерчӗҫ, перекенсем ӑна печӗҫ, ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ, кураймарӗҫ,</verse>
				<verse number="24">анчах уххи унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пулчӗ: хӑватлӑ Туррӑн — Иаков Туррин — алли вӑй панипе, Кӗтӳҫӗ, Израиль тӗрекӗ пулӑшнипе ҫапла пулчӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл — сан аҫунӑн Турри, Вӑл сана пулӑшса тӑтӑр; Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Вӑл сана пиллетӗр, сана ҫӳлтен тӳпе пиллӗхӗпе, аялти тӗпсӗр авӑрсен пиллӗхӗпе, сӗтлӗ кӑкӑр пиллӗхӗпе, вар пиллӗхӗпе,</verse>
				<verse number="26">хӑвӑн аҫу пиллӗхӗпе пиллетӗр, ҫак пиллӗх авалхи тусен пилӗнчен те, ӗмӗрхи сӑртсен сипетӗнчен те аслӑрах; вӑл Иосиф пуҫӗ ҫинче пултӑр, тӑванӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗн лӗпки ҫинче пултӑр.</verse>
				<verse number="27">Вениамин — ҫӑткӑн кашкӑр: ирхине хӑй тытнине ҫийӗ, каҫпала тупӑшне тӑпӑлтарӗ.</verse>
				<verse number="28">Израилӗн мӗнпур вуникӗ йӑхӗ ҫакӑ; вӗсенӗн ашшӗ вӗсене мӗн калани ҫакӑ; вӑл вӗсене пилленӗ, кашнине хӑйне тивӗҫлӗ пиллӗх панӑ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ халӑхӑмпа пӗрлешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр,</verse>
				<verse number="30">ҫак сӑрт хӑвӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑхӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑвӑлне] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑвӑлне пытарӑр;</verse>
				<verse number="31">унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ; ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм;</verse>
				<verse number="32">ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене ҫапла пиллесе тухнӑ, унтан урине вырӑн ҫине хунӑ та вилнӗ, хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="50">
				<verse number="1">Иосиф хӑйӗн ашшӗ ҫине ӳксе ӑна чуптӑва-чуптӑва йӗнӗ.</verse>
				<verse number="2">Унтан Иосиф хӑйӗн эмелҫӗ-тарҫисене ашшӗне ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлеме хушнӑ; эмелҫисем Израиле ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейленӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вилни хӗрӗх кун ҫитнӗ: ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлесси ҫав вӑхӑта пырать; Египет ҫыннисем уншӑн ҫитмӗл кун хурланса хӳхленӗ.</verse>
				<verse number="4">Иаковшӑн хӳхлес кунсем иртсессӗн, Иосиф фараон таврашӗнчи пуҫлӑхсене каланӑ: эпӗ сирӗн умӑрта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эсир фараона ҫапла каласа парӑр:</verse>
				<verse number="5">аттем мана ҫапла тупа тутарчӗ: акӑ эпӗ вилетӗп; мана ҫавӑнта, Ханаан ҫӗрӗнчи хам алтса тунӑ тупӑклӑха, пытарӑр, терӗ. Эпӗ халӗ кайӑттӑм та аттене пытарса каялла таврӑнӑттӑм тесе калать, тейӗр, тенӗ. [Иосиф сӑмахӗсене фараона каласа панӑ.]</verse>
				<verse number="6">Вара фараон каланӑ: аҫу тупа тутарнӑ пек ту: кай та ӑна пытарса кил, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иосиф хӑйӗн ашшӗне пытарма кайнӑ. Унпа пӗрле фараонӑн мӗнпур тарҫи, унӑн килӗнчи аслӑ ҫынсем, Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур аслӑ ҫын кайнӑ,</verse>
				<verse number="8">Иосиф килӗнчи мӗнпур ҫын, унӑн пиччӗшӗсем, ашшӗ килӗнчи ҫынсем пурте кайнӑ. Гесем ҫӗрӗнче ачисене ҫеҫ, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхне ҫеҫ хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="9">Иосифпа пӗрле урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫарсем пынӑ, ҫапла халӑх питех те йышлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем Иордан хӗрринчи Горен-гаатад патне ҫитнӗ те ҫавӑнта питӗ хытӑ макӑрнӑ, темӗн тӗрлӗ йӗнӗ; Иосиф ашшӗшӗн унта ҫичӗ кун хушши хӳхленӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав ҫӗрте пурӑнакансем, ханаансем, Горен-гаатад патӗнче хӳхленине курнӑ та каланӑ: ку Египет ҫыннисем ытла та татӑлса йӗреҫҫӗ! тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна [вӑл вырӑна] «Египет ҫыннисен Иордан хӗрринчи хӳхлевӗ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Иаков ывӑлӗсем вара хӑйсенӗн ашшӗне хӑй каласа хӑварнӑ пек тирпейленӗ;</verse>
				<verse number="13">ывӑлӗсем ӑна Ханаан ҫӗрне илсе кайнӑ та Махпела хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне пытарнӑ, Мамре ҫывӑхӗнчи ҫав вырӑна Авраам хӑй валли хирӗ-мӗнӗпех хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ашшӗне пытарнӑ хыҫҫӑн Иосиф хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, унпа пӗрле унӑн ашшӗне пытарма пынӑ ҫынсем те пурте каялла Египета таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Иосиф тӑванӗсем хӑйсен ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн каланӑ: Иосиф пире курайми пулсассӑн, хӑйне усал тунӑшӑн пире тавӑрма шухӑш тытсассӑн, мӗн пулать-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем Иосиф патне ҫапла калама ҫын янӑ: хӑй вилес умӗн аҫу ҫапла пиллесе хӑварчӗ:</verse>
				<verse number="17">Иосифа ҫапла калӑр: тӑванусем сана усал тунӑччӗ, эсӗ вӗсен айӑпне, вӗсен ҫылӑхне каҫар, тейӗр, терӗ. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн аҫу Туррийӗн чурисен айӑпӗсене каҫарсам, тенӗ. Хӑйне ҫапла каланӑ чухне Иосиф йӗрсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Тӑванӗсем хӑйсем те пынӑ, вӗсем унӑн умне ӳксе ӑна каланӑ: акӑ эпир санӑн чурусем пулатпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп;</verse>
				<verse number="20">акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ;</verse>
				<verse number="21">эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ. Вӑл вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсен кӑмӑлне килмелле калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вара Иосиф хӑй те, унӑн ашшӗн килӗ-йышӗ те Египетра пурӑннӑ; мӗнпурӗ Иосиф ҫӗр те вунӑ ҫул пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="23">Иосиф Ефрем ачисене виҫҫӗмӗш сыпӑк таранчченех курнӑ, Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем те Иосиф чӗрҫи ҫинех ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="24">Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ вилетӗп, Турӑ сирӗн пата килетех, Вӑл сире ҫак ҫӗртен Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе тухӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Иосиф Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ: Турӑ сирӗн пата килсессӗн, манӑн шӑммӑмсене кунтан илсе тухӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иосиф ҫӗр вунӑ ҫулта вилнӗ. Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе Египет ҫӗрӗнче арчана хурса пытарнӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="2">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иаковпа [хӑйсен ашшӗпе] пӗрле, кашнийӗ хӑйӗн [пӗтӗм] килӗ-йышӗпе пӗрле Египета пырса кӗнӗ Израиль ывӑлӗсенӗн ячӗсем акӑ:</verse>
				<verse number="2">Рувим, Симеон, Левий тата Иуда,</verse>
				<verse number="3">Иссахар, Завулон тата Вениамин,</verse>
				<verse number="4">Дан тата Неффалим, Гад тата Асир.</verse>
				<verse number="5">Иаковран ҫуралнисем пурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун пулнӑ; Иосиф ун чухне Египетра пулнӑ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="6">Иосиф та, унӑн пур тӑванӗ те вилнӗ, вӑл сыпӑк пӗтӗмпе вилсе пӗтнӗ;</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсем вара хунаса-ӗрчесе кайнӑ, ҫав тери йышлӑланса, вӑйлӑланса пынӑ, ҫав ҫӗр вӗсемпе тулса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="8">Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ,</verse>
				<verse number="9">вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах;</verse>
				<verse number="10">унран чеерех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрҫӑ хускалас пулсассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ Израиль халӑхне йывӑр ӗҫпе хавшатмашкӑн ӑна ӗҫлеттерекен пуҫлӑхсем суйласа лартнӑ. Израиль ывӑлӗсем вара фараона сых ятне хатӗрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урӑхла Илиополь пулать] — лартса панӑ.</verse>
				<verse number="12">Анчах халӑх хӑйне хавшатнӑҫемӗн тата йышлӑланса пынӑ, тата ытларах ӗрчесе кайнӑ, [Египет ҫыннисем] ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсенчен шиклене пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ,</verse>
				<verse number="14">Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫлеттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="15">Египет патши еврей арӑмӗсен эпи карчӑкӗсене — вӗсенчен пӗри Шифра, тепӗри Фуа ятлӑ пулнӑ — ҫапла хушнӑ,</verse>
				<verse number="16">[вӗсене] ҫапла каланӑ: эсир еврей арӑмӗсене ача ҫураттарнӑ чухне астусах тӑрӑр: ывӑл ҫуралас пулсассӑн — ӑна вӗлерӗр, хӗр пулсассӑн — пурӑнтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Анчах эпи карчӑксем Турӑран хӑранӑ, вӗсем Египет патши хушнӑ пек туман, ачасене чӗрӗ хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="18">Египет патши эпи карчӑксене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапла тӑватӑр, ачасене чӗрӗ хӑваратӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Эпи карчӑксем фараона каланӑ: еврей арӑмӗсем Египет арӑмӗсем пек мар; вӗсем сывлӑхлӑ, вӗсем хӑйсем патне эпи карчӑк пырса ҫитичченех ҫуратаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫакӑншӑн Турӑ эпи карчӑксене ырӑлӑх кӑтартса тӑнӑ, халӑхӗ вара йышлӑланса, ҫав тери вӑйлӑланса пынӑ.</verse>
				<verse number="21">Эпи карчӑксем Турӑран хӑраса пурӑннӑшӑн Вӑл вӗсенӗн килне-ҫуртне ӑнӑҫлӑх парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вара фараон хӑйӗн пӗтӗм халӑхне ҫапла хытарса каланӑ: [еврейсен] ҫуралакан ывӑлӗсене пурне те шыва пӑрахӑр, хӗрӗсене пурне те чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Левий йӑхӗн пӗр ҫынни кайнӑ та ҫав йӑхранах хӑйне валли арӑм илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ачи питӗ илемлине кура ӑна виҫӗ уйӑх пытарса усранӑ;</verse>
				<verse number="3">анчах тата ытларах пытарса усрайман, ҫавӑнпа хӑмӑш лӑпӑ илнӗ те ӑна асфальтпа, сӑмалапа сӑмалаланӑ, ачине ҫавӑнта вырттарса шыв хӗрринчи хӑмӑшлӑха кайса лартнӑ;</verse>
				<verse number="4">ача аппӑшӗ ӑна мӗн пулассине аякран сӑнаса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Акӑ фараон хӗрӗ шыв хӗррине ҫӑвӑнма аннӑ, унӑн тарҫӑ хӗрӗсем ҫыран хӗрринче уткаласа ҫӳренӗ. Вӑл хӑмӑшлӑхра пӗр лӑпӑ курнӑ та ӑна хӑйӗн хӗр чурине ярса илтернӗ.</verse>
				<verse number="6">Уҫса пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ [лӑпӑра] ача йӗрсе выртать; [фараон хӗрӗ] ачана хӗрхеннӗ, вӑл: ку еврей ачи, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара ача аппӑшӗ фараон хӗрне каланӑ: еврей арӑмӗсем хушшинчен сан патна кӑкӑр ӗмӗртекен чӗнсе килес мар-и? вӑл сана ача ӳстерсе парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Фараон хӗрӗ ӑна: чӗнсе кил, тенӗ. Хӗр кайнӑ та ача амӑшнех чӗнсе пынӑ.</verse>
				<verse number="9">Фараон хӗрӗ ӑна каланӑ: ҫак ачана ил те мана ӳстерсе пар; эпӗ сана тӳлӗп, тенӗ. Арӑм ачана илнӗ те ӑна пӑха пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="10">Ача ӳснӗ, арӑм ӑна фараон хӗрӗ патне илсе пынӑ, ҫак ача фараон хӗрӗшӗн ывӑлӗ вырӑннех пулнӑ, вӑл ӑна Моисей тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑна шывран кӑлартӑм, тенӗ вӑл.</verse>
				<verse number="11">Чылай вӑхӑт иртсессӗн, Моисей ӳссе ҫитӗнсессӗн, ҫапла пулнӑ: вӑл хӑйӗн тӑванӗсем [Израиль ывӑлӗсем] патне тухнӑ та вӗсем йывӑр ӗҫ ӗҫленине курнӑ; вӑл хӑйӗн пӗр тӑванне [Израиль ывӑлне], пӗр еврее, Египет ҫынни хӗненине курнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл унталла-кунталла пӑхкаласа илнӗ те, никам та ҫуккине кура, Египет ҫыннине вӗлерсе хӑйӑр ӑшне пытарнӑ.</verse>
				<verse number="13">Тата тепӗр кунне тухнӑ та вӑл — акӑ икӗ еврей ҫапӑҫать; вӑл кӳрентерекеннине каланӑ: мӗншӗн эсӗ хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӗнетӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Лешӗ каланӑ: сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ? [ӗнер] Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, мана та вӗлерме шухӑшламастӑн пулӗ-ҫке? тенӗ. Моисей хӑраса ӳкнӗ те: ку ӗҫ ҫинчен пӗлеҫҫӗ иккен, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫав ӗҫ ҫинчен фараон илтнӗ те Моисее вӗлересшӗн пулнӑ. Анчах Моисей фараон патӗнчен тухса тарнӑ та Мадиан ҫӗрне ҫитсе ӳкнӗ, [Мадиан ҫӗрне ҫитсессӗн] пӗр пусӑ патне ларнӑ.</verse>
				<verse number="16">Мадиан священникӗн ҫичӗ хӗр [пулнӑ], [вӗсем хӑйсен ашшӗн Иофорӑн сурӑхӗсене кӗтсе ҫӳренӗ]. Вӗсем пынӑ та хӑйсен ашшӗн [Иофорӑн] сурӑхӗсене шӑвармашкӑн шыв ӑсса валашкасене тултарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Акӑ кӗтӳҫӗсем ҫитнӗ те вӗсене хӑваласа янӑ. Моисей тӑнӑ та хӗрсене хӳтӗленӗ, [шыв ӑсса] вӗсен сурӑхӗсене шӑварнӑ.</verse>
				<verse number="18">Хӗрӗсем Рагуил патне, хӑйсен ашшӗ патне, таврӑннӑ, вӑл [вӗсене]: мӗншӗн эсир паян питӗ ир килтӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем каланӑ: темӗнле Египет ҫынни пире кӗтӳҫӗсенчен хӳтӗлерӗ, ҫитменнине тата пире шыв ӑсса пачӗ, [пирӗн] сурӑхсене шӑварчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл хӑйӗн хӗрӗсене каланӑ: ӑҫта вӑл ҫын? эсир ӑна мӗншӗн пӑрахса хӑвартӑр? чӗнсе килӗр ӑна, вӑл ҫӑкӑр ҫитӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Моисее ҫак ҫын патӗнче пурӑнма килӗшнӗ; вӑл Моисее хӑйӗн хӗрне, Сепфорӑна, качча панӑ.</verse>
				<verse number="22">Арӑм [йывӑр ҫын пулнӑ та] ывӑл ача ҫуратнӑ; [Моисей] ӑна Гирсам ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ют ҫӗрте пурӑнакан ҫын пултӑм, тенӗ вӑл. [Татах йывӑр ҫын пулса, Сепфора тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ; Моисей ӑна Елиезер ятлӑ хунӑ, вӑл: аттемӗн Турри манӑн пулӑшаканӑм пулчӗ те мана фараон аллинчен хӑтарчӗ, тенӗ.]</verse>
				<verse number="23">Чылай вӑхӑт иртсессӗн Египет патши вилнӗ. Йывӑр ӗҫе тӳсеймесӗр Израиль ывӑлӗсем йынӑшнӑ, ахлатса йӗнӗ, вӗсем йӗни Турӑ патне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="24">Турӑ вӗсем йынӑшнине илтнӗ те Хӑй Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа пӗрле хывнӑ халалне асне илнӗ.</verse>
				<verse number="25">Турӑ Израиль ывӑлӗсене курнӑ, Турӑ вӗсене хӗрхеннӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Моисей Иофорӑн — хӑй хунӗн, Мадиан священникӗн — сурӑхӗсене кӗтсе ҫӳренӗ. Пӗррехинче вӑл кӗтӗве аякка пушхире хӑваласа кайнӑ та Турӑ тӑвӗ патне, Хорив патне, пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="2">Йӗплӗ хӑва тӗмӗ варринчен, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен, ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ. Моисей ҫакна курнӑ: йӗплӗ хӑва тӗмӗ ҫулӑмпах ҫунса тӑрать, ҫапах та ҫунса пӗтмест.</verse>
				<verse number="3">Моисей: каям та ҫакӑ аслӑ хӑвата курам, мӗншӗн-ха ку тӗм ҫунса пӗтмест? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл пӑхма пынине Ҫӳлхуҫа курнӑ, вара Турӑ ӑна тӗм варринчен чӗнсе каланӑ: Моисей! Моисей! тенӗ. Моисей: [эй Ҫӳлхуҫамӑм,] эпӗ кунтах! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Турӑ каланӑ: ҫывӑха ан кил; уру сыррине салтса пӑрах, мӗншӗн тесессӗн эсӗ тӑракан вырӑн сӑваплӑ ҫӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">[Ӑна] тата каланӑ: Эпӗ сан аҫунӑн Турри, Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, тенӗ. Моисей хӑйӗн питне хупланӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫине пӑхма хӑранӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп,</verse>
				<verse number="8">ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.</verse>
				<verse number="9">Акӑ Израиль ывӑлӗсем макӑрни Ман патӑма ҫитрӗ ӗнтӗ, Эпӗ Египет ҫыннисем вӗсене пусмӑрлакан пусмӑра куратӑп.</verse>
				<verse number="10">Эппин, кай: Эпӗ сана фараон [Египет патши] патне яратӑп; Манӑн халӑхӑма, Израиль ывӑлӗсене, Египетран илсе тух, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Моисей Турра каланӑ: фараон [Египет патши] патне кайса Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухмашкӑн кам вара эпӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">[Турӑ] ӑна каланӑ: Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, акӑ сана Эпӗ янине пӗлтерекен паллӑ: эсӗ [Манӑн] халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, эсир ҫак ту ҫинче Турӑшӑн тумалли ӗҫе тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Моисей Турра каланӑ: акӑ эпӗ Израиль ывӑлӗсем патне пырӑп та вӗсене: сирӗн аҫӑрсенӗн Турри мана сирӗн пата ячӗ, тейӗп. Вӗсем мана: Вӑл мӗн ятлӑ? тейӗҫ. Манӑн вӗсене мӗн калас? тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Турӑ Моисее каланӑ: Эпӗ Ӗмӗрех Пурри, тенӗ. Тата каланӑ: Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ӗмӗрех Пурри мана сирӗн патӑра ячӗ тесе кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Турӑ Моисее татах каланӑ: Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа [Яхве], аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — мана сирӗн патӑра ячӗ. Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм, Мана асра тытасси те сыпӑкран сыпӑка пытӑр.</verse>
				<verse number="16">Кай, Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисене пуҫтар та вӗсене кала: мана Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак [Турри] тата Иаков [Турри] — курӑнчӗ, Вӑл: Эпӗ сирӗн патӑра пытӑм та сире Египетра мӗн кӑтартнине куртӑм тесе каларӗ, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Татах каланӑ: Египет пусмӑрӗнчен Эпӗ сире ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, илсе тухӑп.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем санӑн сӑмахна итлӗҫ, вара эсӗ тата Израилӗн аслӑ ҫыннисем Египет патши [фараон] патне кайӑр та ӑна калӑр: пире Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, чӗнчӗ; ҫавӑнпа хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра парне кӳмешкӗн эсӗ пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, тейӗр.</verse>
				<verse number="19">Анчах Эпӗ пӗлетӗп: Египет патши [фараон], хӑйне хӑватлӑ алӑпа хистемесессӗн, сире кайма ирӗк памӗ;</verse>
				<verse number="20">вара Хамӑн аллӑма тӑсӑп та Египета, унӑн ҫӗрӗнче Хамӑн пӗтӗм хӑватӑма кӑтартса, ҫӗмӗрсе тӑкӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кӑларса ярӗ.</verse>
				<verse number="21">Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ҫак халӑха ырӑлӑх парӑп; кайнӑ чухне эсир пушӑ алӑпа тухса каймӑр:</verse>
				<verse number="22">кашни хӗрарӑм хӑйӗн кӳршӗ арӑмӗнчен тата унӑн килӗнче пурӑнакан арӑмран кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтир ыйтса илӗ, вӗсемпе эсир хӑвӑрӑн ывӑлӑрсене те, хӗрӗрсене те капӑрлантарӑр, ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Моисей хуравласа ҫапла каланӑ: эхер те вӗсем мана ӗненмесессӗн, манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн тата «сана Ҫӳлхуҫа курӑнман» тесессӗн? [вӗсене мӗн калас вара?] тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ӑна: санӑн аллунти мӗн вӑл? тенӗ. Моисей хуравланӑ: туя, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа: ҫӗре пӑрах ӑна, тенӗ. Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахнӑ та, туйи ҫӗлен пулса тӑнӑ, Моисей унран тара пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара Турӑ Моисее каланӑ: аллуна тӑс та ӑна хӳринчен ярса тыт, тенӗ. Вӑл аллине тӑснӑ та ӑна [хӳринчен] ярса тытнӑ; ҫӗлен унӑн аллинче туя пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакӑ [сана] Ҫӳлхуҫа — хӑйсен ашшӗсен Турри, Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — курӑннине ӗнентерме пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ӑна тата каланӑ: аллуна хӗвне чик, тенӗ. Вӑл аллине хӗвне чикнӗ, унтан ӑна [хӗвӗнчен] туртса кӑларнӑ та, акӑ унӑн алли тилҫе сырса илнипе юр пек шуралса кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">[Ҫӳлхуҫа ӑна татах] каланӑ: аллуна каллех хӗвне чик, тенӗ. Вӑл вара аллине хӗвне чикнӗ; унтан ӑна хӗвӗнчен туртса кӑларнӑ та, акӑ алли каллех ытти ӳчӗ пекех пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа каланӑ: эхер те вӗсем сана ӗненмесессӗн, пӗрремӗш паллӑ хушнине итлемесессӗн, тепӗр паллӑ хушнине ӗненӗҫ;</verse>
				<verse number="9">эхер те ҫакӑ икӗ палла та ӗненмесессӗн тата санӑн сӑмахна итлемесессӗн, ҫырмаран шыв ӑсса ил те ҫӗре тӑк; ҫырмаран ӑсса илнӗ шыв ҫӗр ҫинче юн пулса тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара Моисей Ҫӳлхуҫа Турра каланӑ: эй Турӑҫӑм! эпӗ калаҫма ӑста ҫын мар, ӗнер те, виҫӗмкун та, Эсӗ Хӑвӑн чурупа калаҫма пуҫланӑ чухне те ҫавнашкалччӗ: эпӗ такӑнчӑклӑ калаҫатӑп, эпӗ селӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: этеме чӗлхе-ҫӑвар кам панӑ? чӗлхесӗр е хӑлхасӑр, е куракан, е суккӑр тӑваканӗ кам? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа [Турӑ], мар-и вара?</verse>
				<verse number="12">ӗнтӗ кай, Эпӗ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа пулӑп, сана мӗн каламаллине вӗрентсе тӑрӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">[Моисей] каланӑ: эй Турӑҫӑм! урӑххине, кама яма пултаратӑн — ҫавна, яр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫилленсе ҫитнӗ те каланӑ: ара, санӑн Аарон пиччӳ, Левий йӑхӗн ҫынни, ҫук-им? Эпӗ [сан вырӑнна] вӑл калаҫма пултарасса пӗлетӗп, акӑ вӑл сана хирӗҫ тухӗ те сана курсассӑн чунтанах савӑнса кайӗ;</verse>
				<verse number="15">эсӗ ӑна каласа тӑрӑн, унӑн чӗлхи-ҫӑварне [Манӑн] сӑмахсене калаттарӑн, Эпӗ вара санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа, унӑн чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑп, сирӗн мӗн тумаллине сире вӗрентсе тӑрӑп;</verse>
				<verse number="16">сан вырӑнна халӑхпа вӑл калаҫӗ; ҫапла вара вӑл санӑн чӗлхӳ пулӗ, эсӗ уншӑн Турӑ вырӑнне пулӑн;</verse>
				<verse number="17">ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Моисей кайнӑ та, Иофор патне — хунӗ патне — таврӑнса, ӑна каланӑ: эпӗ каям, Египетри тӑванӑмсем патне таврӑнам та курам: чӗрех-ши вӗсем? тенӗ. Иофор Моисее: ыррӑн-сыввӑн кай, тенӗ. [Чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн Египет патши вилнӗ.]</verse>
				<verse number="19">Мадиан [ҫӗрӗнче] Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кай, Египета таврӑн, санӑн чунна шыракансем пурте вилчӗҫ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Моисей вара хӑйӗн арӑмӗпе ывӑлӗсене илнӗ те вӗсене ашак ҫине лартса Египет ҫӗрне тухса кайнӑ. Аллине вӑл Турӑ туйи тытнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кунтан кайса Египета каялла таврӑнсассӑн, асту, фараон умӗнче Эпӗ хушнӑ пур хӑвата та ту, Эпӗ вара унӑн чӗрине хаярлантарӑп та, вӑл халӑха ямӗ.</verse>
				<verse number="22">Фараона кала: Ҫӳлхуҫа [еврейсен Турри] ҫапла калать, те: Израиль — Манӑн ывӑлӑм, Манӑн малтанхи ывӑлӑм;</verse>
				<verse number="23">сана: Манӑн ывӑлӑма яр, тетӗп, вӑл Маншӑн тумалли ӗҫе тутӑр; ӑна ямасассӑн акӑ Эпӗ санӑн ывӑлна, малтанхи ывӑлна, вӗлерӗп тесе калать, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫул ҫинче, ҫӗр каҫнӑ вырӑнта, ӑна Ҫӳлхуҫа тӗл пулнӑ та вӗлересшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑн чухне Сепфора чул ҫӗҫӗ илнӗ те хӑй ывӑлӗн хӗрринчи ӳтне касса илсе, ӑна Моисей ури патне пӑрахса: эсӗ манӑн юнӑм каччи, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа вара Моисей патӗнчен кайнӑ. Ҫавӑн чухне Сепфора: ӳт каснипе — юнӑм каччи, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: пушхире Моисее хирӗҫ кай, тенӗ. Вӑл вара тухса кайнӑ, ӑна Турӑ тӑвӗ патӗнче тӗл пулнӑ та чуптуса саламланӑ.</verse>
				<verse number="28">Моисей хӑйне янӑ Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм сӑмахне тата Вӑл тума хушнӑ пӗтӗм хӑват паллисем ҫинчен Аарона каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="29">Моисей вара Ааронпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм аслӑ ҫыннине пухнӑ та,</verse>
				<verse number="30">Аарон [вӗсене] Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее каланӑ пӗтӗм сӑмаха каласа панӑ; Моисейӗ халӑх куҫӗ умӗнче хӑват паллисем туса кӑтартнӑ,</verse>
				<verse number="31">халӑх вара ӗненнӗ; вӗсем Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсем патӗнче пулни ҫинчен, Вӑл вӗсен асапне курни ҫинчен илтнӗ, вара вӗсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Маншӑн уяв тутӑр, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Анчах фараон каланӑ: эпӗ Унӑн сӑмахне итлесе Израиль [ывӑлӗсене] кӑларса ямашкӑн Турӑ вӑл камах вара? эпӗ Турра пӗлместӗп, Израиле те ямастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем [ӑна] каланӑ: еврейсен Турри чӗнчӗ пире; Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, парне кӳмешкӗн пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, Вӑл пире суран чирпе е хӗҫпе пӗтерсе ан пӑрахтӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Египет патши вӗсене каланӑ: Моисейпе Аарон, эсир мӗншӗн [манӑн] халӑхӑма ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр? кайӑр, [эсир кашнийӗ] хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан фараон каланӑ: акӑ ку ҫӗрте халӑх йышлӑ, эсир вара ӑна ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫав кунах фараон халӑха пӑхса тӑракансене тата сыхлавҫӑсене ҫапла хытарса каланӑ:</verse>
				<verse number="7">ӗнер, виҫӗмкун кирпӗч тума халӑха улӑм параттӑр, малашне ан парӑр, вӗсем хӑйсем валли хӑйсемех улӑм пуҫтарччӑр,</verse>
				<verse number="8">кирпӗчне вара ӗнер тата виҫӗмкун мӗн чухлӗ тунӑ, ҫавӑн чухлех туччӑр, шутне ан чакарӑр; вӗсем ӗҫсӗр супнӑ, ҫавӑнпа: «каяр, хамӑр Туррӑмӑра парне кӳрер» тесе кӑшкӑраҫҫӗ те;</verse>
				<verse number="9">вӗсене ӗҫ нумайрах парас: вӗсем ӗҫлеччӗр, пушӑ сӑмах калаҫса ан ҫӳреччӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара халӑха пӑхса тӑракансем тата унӑн сыхлавҫисем тухнӑ та халӑха каланӑ: фараон ҫапла калать: сире улӑм памастӑп;</verse>
				<verse number="11">хӑвӑрах кайӑр, ӑҫта тупма пултаратӑр, ҫавӑнта хӑвӑр валли улӑм илӗр, анчах сирӗн ӗҫӗре нимӗн чухлӗ те чакармастӑп, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара халӑх пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх улӑм вырӑнне хӑмӑл пуҫтарма саланнӑ.</verse>
				<verse number="13">Пӑхавҫӑсем [вӗсене] куллен пусахласах ӗҫлеттернӗ: хӑвӑрӑн [палӑртнӑ] ӗҫӗре сирӗн улӑм пулнӑ чухнехи пекех туса пырӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Фараон пӑхавҫисем Израиль ывӑлӗсем хушшинченех лартнӑ сыхлавҫӑсене вара ҫапла каласа хӗненӗ: мӗншӗн эсир кирпӗч сахал тӑватӑр, ӗнер те, паян та унчченхи чухлӗ кирпӗч тумастӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем фараон патне пынӑ та тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн чурусене капла тӑватӑн?</verse>
				<verse number="16">санӑн чурусене улӑм памаҫҫӗ, хӑйсем пире: кирпӗч тӑвӑр, теҫҫӗ. Акӑ тата санӑн чурусене хӗнеҫҫӗ; санӑн халӑхна капла ҫылӑх пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Анчах вӑл [вӗсене] каланӑ: ӗҫсӗр, ӗҫсӗр супнӑ эсир, ҫавӑнпа ӗнтӗ: «каяр та Ҫӳлхуҫана парне кӳрер» тесе ҫӳретӗр.</verse>
				<verse number="18">Кайӑр та ӗҫлӗр; сире улӑмне памӗҫ, анчах кирпӗчне кирлӗ чухлӗ туса тӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Куллен [туса тӑмалли] кирпӗч шутне ан чакарӑр тенӗ сӑмахсенче Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем хӑйсен хӗн-асапне курнӑ.</verse>
				<verse number="20">Фараон патӗнчен тухсассӑн, вӗсем хӑйсене кӗтсе тӑракан Моисейпе Аарона тӗл пулнӑ,</verse>
				<verse number="21">вара вӗсене каланӑ: сире Ҫӳлхуҫа Турӑ курса сут тутӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир пире фараонпа унӑн чурисем умӗнче курайман ҫынсем турӑр, пире вӗлермешкӗн вӗсен аллине хӗҫ тыттартӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Моисей Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса каланӑ: эй Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ ҫакӑ халӑха ку тӗрлӗ асап курмалла турӑн, [тата] мана мӗншӗн кунта ятӑн?</verse>
				<verse number="23">эпӗ фараон патне килсе Санӑн ятупа калаҫа пуҫланӑранпа вӑл ҫакӑ халӑха тата хытӑрах тыта пуҫларӗ; хӑтарасса вара — Эсӗ Хӑвӑн халӑхна хӑтармарӑн, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӗ эсӗ Эпӗ фараона мӗн тӑвасса курӑн; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӑл вӗсене кӑларса ярӗ; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен те хӑваласа кӑларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Моисейпе калаҫса, Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «Пурне те Пултаракан Турӑ» ятпа курӑнтӑм, Хамӑн «Ҫӳлхуҫа» ятӑмпа вӗсене палӑрмарӑм;</verse>
				<verse number="4">вӗсене Ханаан ҫӗрне — хӑйсем куҫса ҫӳренӗ, хӑйсем ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — пама пулса Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисен чуралӑхӗнче йынӑшса йӗнине илтрӗм, вара Хамӑн халалӑма асӑма илтӗм.</verse>
				<verse number="6">Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп;</verse>
				<verse number="7">сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр;</verse>
				<verse number="8">Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Моисей ҫакна Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ, анчах вӗсем хӑйсем хӑравҫӑ пулнӑран, ӗҫӗ йывӑр пулнӑран Моисее итлемен.</verse>
				<verse number="10">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="11">фараон патне, Египет патши патне, кӗр те кала, вӑл Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса ятӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Моисей Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапла тесе каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсем мана итлемеҫҫӗ; фараон мана епле итлетӗр-ха? эпӗ сӑмаха ӑстах мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Моисейпе тата Ааронпа калаҫнӑ, вӗсене Израиль ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн-мӗн тумаллине, Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараона, Египет патшине, мӗн каламаллине пӗлтерсе хунӑ.</verse>
				<verse number="14">Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми: кусем — Рувим килӗ-йышӗ.</verse>
				<verse number="15">Симеон ывӑлӗсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул: кусем — Симеон килӗ-йышӗ.</verse>
				<verse number="16">Акӑ Левий ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем, вӗсен ячӗсем: Гирсон тата Кааф, тата Мерари. Левий кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫула пынӑ.</verse>
				<verse number="17">Гирсон ывӑлӗсем: Ливни тата Шимеи хӑйсен килӗ-йышӗпе.</verse>
				<verse number="18">Кааф ывӑлӗсем: Амрам тата Ицгар, тата Хеврон, тата Узиил. Кааф кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр виҫӗ ҫула пынӑ.</verse>
				<verse number="19">Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Кусем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ.</verse>
				<verse number="20">Амрам хӑйӗн мӑн аккӑшне Иохаведӑна качча илнӗ, Иохаведа ӑна Ааронпа Моисее [тата Мариама, вӗсен аппӑшне,] ҫуратса панӑ. Амрам кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫула пынӑ.</verse>
				<verse number="21">Ицгар ывӑлӗсем: Корей тата Нефег, тата Зихри.</verse>
				<verse number="22">Узиил ывӑлӗсем: Мисаил тата Елцафан, тата Сифри.</verse>
				<verse number="23">Аарон Елисаветӑна — Аминадав хӗрне, Наассон йӑмӑкне — качча илнӗ, Елисавета ӑна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="24">Корей ывӑлӗсем: Асир, Елкана тата Авиасаф: кусем — Корей килӗ-йышӗ.</verse>
				<verse number="25">Елеазар, Аарон ывӑлӗ, Футиил хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ, вӑл ӑна Финееса ҫуратса панӑ. Ҫаксем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ пуҫлӑхӗсем.</verse>
				<verse number="26">Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑр, вӗсем хӑйсен ҫарӗсемпе тапранса тухчӑр тесе Ҫӳлхуҫа шӑпах ҫав Ааронпа Моисее каланӑ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="27">Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаҫакансем шӑпах ҫавсем пулнӑ ӗнтӗ; вӗсем — Моисейпе Аарон.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла вара Египет ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ чухне</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа! Эпӗ сана мӗн каланине фараона, Египет патшине, пӗтӗмпе каласа пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Моисей вара Ҫӳлхуҫа умӗнче каланӑ: акӑ ӗнтӗ эпӗ сӑмаха ӑста мар, фараон мана епле итлӗ? тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Анчах Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: асту, Эпӗ сана фараоншӑн Турӑ туса хутӑм, Аарон пиччӳ вара санӑн пророку пулӗ:</verse>
				<verse number="2">Эпӗ мӗн хушнине эсӗ пӗтӗмпе [ӑна] каласа тӑрӑн, Аарон пиччӳ вара фараона Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса яма калӗ;</verse>
				<verse number="3">анчах Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарӑп, Египет ҫӗрӗнче Хамӑн паллӑмсемпе Хамӑн хӑватӑмсене темӗн чухлӗ туса кӑтартӑп;</verse>
				<verse number="4">фараон сире итлемӗ, вара Эпӗ Хамӑн аллӑма Египет ҫине хурӑп та, аслӑ сут тӑва-тӑва, Хамӑн ҫарӑма, Хамӑн халӑхӑма — Израиль ывӑлӗсене — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп;</verse>
				<verse number="5">Египет ҫине Хамӑн аллӑма тӑсса Израиль ывӑлӗсене вӗсен хушшинчен илсе тухсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Моисейпе Аарон вара ҫапла тунӑ, хӑйсене Ҫӳлхуҫа епле хушнӑ, вӗсем ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="7">Фараонпа калаҫма пуҫӑннӑ вӑхӑтра Моисей сакӑрвуннӑра, Аарон [унӑн пиччӗшӗ] сакӑрвун виҫҫӗре пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="9">эхер те фараон сире: [паллӑ е] хӑват кӑтартӑр теес пулсассӑн, эсӗ [хӑвӑн пиччӳне] Аарона кала: туюна ил те [ҫӗре] фараон умне [тата унӑн чурисем умне] пӑрах, те — вӑл ҫӗлен пулса тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Моисейпе Аарон фараон патне [тата унӑн чурисем патне] пынӑ та [хӑйсене] Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Аарон хӑйӗн туйине фараон умне тата унӑн чурисем умне пӑрахнӑ та — туя ҫӗлен пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Фараон [Египет] ӑсчахӗсемпе асамҫисене чӗнтерсе илнӗ; ҫав ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ҫавнах тунӑ:</verse>
				<verse number="12">вӗсем кашнийӗ хӑйӗн туйине ҫӗре пӑрахнӑ та — вӗсем ҫӗлен пулса тӑнӑ, анчах Аарон туйи вӗсен туйисене ҫӑтса янӑ.</verse>
				<verse number="13">Фараон чӗри хаярланса кайнӑ, Ҫӳлхуҫа [вӗсене] каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен.</verse>
				<verse number="14">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон хытӑ чӗреллӗ, вӑл халӑха ярасшӑн мар.</verse>
				<verse number="15">Ыран фараон патне кай; акӑ вӑл шыв хӗррине тухӗ, эсӗ унӑн ҫулӗ ҫине ҫыран хӗррине тухса тӑр, ҫӗлен пулнӑ туюна аллуна тыт,</verse>
				<verse number="16">вара кала ӑна: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, мана сан патна ҫакна калама ячӗ: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Мана кӗлтутӑр; анчах та эсӗ халиччен те итлемерӗн.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне ҫакӑнтан пӗлӗн: акӑ хамӑн аллӑмри туяпа ҫырмари шыва ҫапӑп та, вӑл юн пулса тӑрӗ,</verse>
				<verse number="18">ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтӗ, ҫырми те шӑршланса кайӗ, Египет ҫыннисене ҫырмари шыва ӗҫме йӗрӗнчӗк пулӗ тесе калать, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона [хӑвӑн пиччӳне] кала: туюна [аллуна] тыт та аллуна Египет ҫыннисен шывӗсем ҫине — вӗсен ҫырмисем ҫине, юхӑмӗсем ҫине, кӳллисем ҫине, пӗтӗм шыв-шур ҫине — тӑс, пурте юн пулса тӑрӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче, йывӑҫ савӑтсенче те, чул савӑтсенче те юн пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Моисейпе Аарон [хӑйсене] Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Акӑ [Аарон] фараон куҫӗ умӗнче, унӑн чурисен куҫӗ умӗнче [хӑйӗн] туйине ҫӗклесе ҫырмари шыва ҫапнӑ та, ҫырмари пӗтӗм шыв юн пулса тӑнӑ,</verse>
				<verse number="21">ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтнӗ, шывӗ те шӑршланнӑ, вара Египет ҫыннисем ҫырмари шыва ӗҫеймен; пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче юн пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Египет ӑрӑмҫисем те ӑрӑмласа ҫаплах тунӑ. Фараон чӗри хаярланса кайнӑ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен.</verse>
				<verse number="23">Фараон ҫаврӑннӑ та хӑйӗн килне кайнӑ; ҫакна курса та унӑн чӗри хускалман.</verse>
				<verse number="24">Ҫырмари шыва ӗҫейменнипе, ӗҫмелли шыв шыраса, мӗнпур Египет ҫынни ҫырма таврашне алта пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа ҫырмари шыва юн тунӑранпа ҫичӗ кун иртнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр;</verse>
				<verse number="2">эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп;</verse>
				<verse number="3">ҫырмара шапа вӗрӗлтетӗ, вӗсем тухӗҫ те санӑн ҫуртна та, эсӗ ҫывӑракан пӳлӗме те кӗрӗҫ, вырӑну ҫине те хӑпарӗҫ, санӑн чурусен, санӑн халӑхун ҫурчӗсене те, санӑн кӑмакусене те, санӑн кӑвас чӗресӳсене те кӗрсе тулӗҫ,</verse>
				<verse number="4">сан ҫине, санӑн халӑху ҫине, санӑн пӗтӗм чуру ҫине шапасем улӑхӗҫ, тет, те.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона [хӑвӑн пиччӳне] кала: туюна тытнӑ аллуна юханшывсем ҫине, юхӑмсем ҫине, кӳлӗсем ҫине тӑс та Египет ҫӗрӗ ҫине шапа кӑлар, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Аарон хӑйӗн аллине Египет шывӗсем ҫине тӑснӑ [та шапа кӑларнӑ]; шапа тухса тулнӑ та Египет ҫӗрне хупласа илнӗ.</verse>
				<verse number="7">[Египет] ӑрӑмҫисем те ӑрӑмласа ҫаплах тунӑ, Египет ҫӗрне шапа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: [маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, Вӑл ман патӑмран, манӑн халӑхӑм патӗнчен шапасене сиртӗр, вара эпӗ Израиль халӑхне Ҫӳлхуҫана парне кӳме ярӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Моисей фараона каланӑ: сан патӑнтан, [санӑн халӑху патӗнчен,] санӑн ҫуртусенчен шапа ҫухалтӑр, ҫырмара анчах юлтӑр тесе, саншӑн, санӑн чурусемшӗн, санӑн халӑхушӑн хӑҫан кӗлтумаллине мана хӑв каласа хур, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл: ыран, тенӗ. Моисей хуравласа каланӑ: сана пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр евӗрли урӑх никам та ҫуккине пӗлтерме эсӗ каланӑ пек пулӗ;</verse>
				<verse number="11">шапасем сан патӑнтан, санӑн килӳ-ҫуртунтан [тата хирӳсенчен], санӑн чурусем патӗнчен те, санӑн халӑху патӗнчен те сирӗлӗҫ; вӗсем ҫырмара анчах юлӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Моисейпе Аарон фараон патӗнчен тухнӑ та, Моисей вара Ҫӳлхуҫа фараон патне янӑ шапасем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫана чӗнсе кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Моисей ыйтнӑ пек тунӑ: [вӗсен] килӗ-ҫурчӗсенчи, картишӗсенчи, хирӗсенчи шапасем вилсе пӗтнӗ;</verse>
				<verse number="14">виллисене пухса купаласа хунӑ та, ҫӗр шӑршланса кайнӑ.</verse>
				<verse number="15">Фараон ҫӑмӑллӑх ҫитнине курнӑ та, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, хӑйӗн чӗрине хаярлатнӑ, вӗсене итлемен.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона кала: [аллупа] хӑвӑн туюна тӑс та ҫӗр тусанне ҫап, вара [ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе, фараона, унӑн кил-ҫуртне, унӑн чурисене ӳпре сӑрса илӗ, пӗтӗм ҫӗр тӑпри] Египет ҫӗрӗнче ӳпре пулса тӑрӗ, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем ҫапла тунӑ та: Аарон хӑйӗн туйине тытнӑ аллине тӑсса ҫӗр тусанне ҫапнӑ та — ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ӳпре пусса илнӗ. Пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи тусан ӳпре пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ӳпре кӑларма тӑрӑшнӑ, анчах пултарайман. Ҫапла вара ҫынсем ҫинче, выльӑх-чӗрлӗх ҫинче ӳпре пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ ӑрӑмҫӑсем фараона каланӑ: ку Турӑ алли, тенӗ. Анчах фараонӑн чӗри хаярланса ҫитнӗ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, вӑл вӗсене итлемен.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса тӑр. Акӑ вӑл шыв хӗррине кайӗ, эсӗ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл [пушхирте] Мана кӗлтутӑр;</verse>
				<verse number="21">эхер те Манӑн халӑхӑма ямастӑн пулсассӑн, акӑ Эпӗ сан ҫине, санӑн чурусем ҫине, санӑн халӑху ҫине те, санӑн килне-ҫуртна та йытӑ шӑни ярӑп, вара Египет ҫыннисен килӗ-ҫурчӗсене те, вӗсем пурӑнакан ҫӗре те йытӑ шӑни тулӗ;</verse>
				<verse number="22">сана Эпӗ [пӗтӗм] ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫа [Турри] иккенне пӗлтермешкӗн ҫав кун Хамӑн халӑхӑм пурӑнакан Гесем ҫӗрне уйӑрса хӑварӑп, унта йытӑ шӑни пулмӗ;</verse>
				<verse number="23">Эпӗ Хамӑн халӑхӑмпа санӑн халӑхна уйӑрӑп. Ҫакӑ паллӑ [ҫӗр ҫинче] ыран пулӗ тесе калать, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа ҫапла тунӑ та: фараон килне-ҫуртне, унӑн чурисен килӗ-ҫурчӗсене те, пӗтӗм Египет ҫӗрне те йытӑ шӑни шутсӑр кӗрсе тулнӑ; йытӑ шӑнине пула ҫӗр пӗтес патнех ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="25">Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илсе каланӑ: кайӑр та хӑвӑрӑн [Ҫӳлхуҫа] Туррӑра ҫак ҫӗртех парне кӳрӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Анчах Моисей каланӑ: апла тума юрамасть, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳни Египет ҫыннисемшӗн йӗрӗнчӗклӗ пулӗ; эхер те эпир Египет ҫыннисемшӗн йӗрӗнчӗклӗ парнене вӗсен куҫӗ умӗнчех кӳре пуҫласассӑн, вӗсем пире чулпа персе вӗлермӗҫ-и?</verse>
				<verse number="27">эпир пушхире виҫӗ кунлӑх ҫула кайӑпӑр, хамӑра [Ҫӳлхуҫа] мӗн калӗ, Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, ҫапла парне кӳрӗпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Фараон каланӑ: эпӗ сире хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра пушхирте парне кӳме ярӑп, анчах аякка ан кайӑр; [Ҫӳлхуҫана] маншӑн кӗлтӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Моисей каланӑ: акӑ эпӗ сан патӑнтан тухӑп та Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑра] кӗлтӑвӑп, вара йытӑ шӑни фараон патӗнчен, унӑн чурисем патӗнчен те, унӑн халӑхӗ патӗнчен те ыранах сирӗлӗ, анчах фараон халӑха Ҫӳлхуҫана парне кӳме ямасӑр тӑрса улталамашкӑн чарӑнтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вара Моисей фараон патӗнчен тухнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа Моисей каланӑ пекех тунӑ: йытӑ шӑнисене фараон патӗнчен, унӑн чурисем патӗнчен, унӑн халӑхӗ патӗнчен сирсе янӑ, пӗр шӑна та юлман.</verse>
				<verse number="32">Анчах фараон хӑйӗн чӗрине хаярлатсах пынӑ та халӑха ку хутӗнче те яман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр;</verse>
				<verse number="2">эхер те эсӗ [Манӑн халӑхӑма] ярасшӑн мар пулсассӑн, ӑна татах тытса тӑрсассӑн,</verse>
				<verse number="3">акӑ Ҫӳлхуҫа алли санӑн хирте ҫӳрекен выльӑху-чӗрлӗхӳ ҫине ҫитӗ, лашусем, ашакусем ҫине, тӗвӳсем, вӑкӑрусем, сурӑхусем ҫине ҫитӗ: мур чирӗ питех те йывӑр пулӗ;</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа [ҫав вӑхӑтра] Израиль выльӑхӗ-чӗрлӗхне Египет выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен уйӑрӗ, Израиль ывӑлӗсен мӗнпур [выльӑхӗнчен] пӗри те вилмӗ, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа вара вӑхӑтне палӑртса хунӑ: ҫакна Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ҫӗрте ыран тӑвӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ҫакна тепӗр кунне тунӑ: Египетӑн пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ вилсе пӗтнӗ; Израиль ывӑлӗсен выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ пӗри те вилмен.</verse>
				<verse number="7">Фараон пӗлме янӑ, акӑ Израиль [ывӑлӗсен пӗтӗм] выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен пӗри те вилмен. Анчах фараон чӗри хаярланса ҫитнӗ, вӑл халӑха яман.</verse>
				<verse number="8">Турӑ Моисейпе Аарона каланӑ: кӑмакаран ывӑҫӑр тулли кӗл илӗр, вара ӑна Моисей фараон [тата унӑн чурисен] куҫӗ умӗнче тӳпенелле саптӑр;</verse>
				<verse number="9">вара пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче тусан ҫӗкленӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑпанлӑ чир ҫыпӑҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем кӑмакаран кӗл ывӑҫласа илнӗ те фараон умне пырса тӑнӑ. Моисей кӗле тӳпенелле сапнӑ та, ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑпанлӑ чир ҫыпӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="11">Хӑйсене чир ернӗ пирки ӑрӑмҫӑсем Моисее хирӗҫ тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн чирӗ ӑрӑмҫӑсене те, Египетри пур ҫынна та ернӗ.</verse>
				<verse number="12">Анчах Ҫӳлхуҫа фараон чӗрине хаярлатса ҫитернӗ те, Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен.</verse>
				<verse number="13">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр;</verse>
				<verse number="14">сана пӗтӗм ҫӗр ҫинче Ман евӗрли урӑх ҫуккине пӗлтермешкӗн ку хутӗнче Эпӗ санӑн чӗрӳне пӗтӗм суранӑмпа суранлатӑп, ӑна санӑн чурусене те, санӑн халӑхна та ҫитерӗп;</verse>
				<verse number="15">Эпӗ Хамӑн аллӑма тӑсрӑм ӗнтӗ, апла сана та, санӑн халӑхна та хӑрушӑ чирпе тӗп тӑваттӑм, сана ҫӗр ҫинчен пӗтереттӗм,</verse>
				<verse number="16">анчах сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана упраса хӑвартӑм;</verse>
				<verse number="17">эсӗ вара ҫаплах Манӑн халӑхӑма хирӗҫ тӑратӑн, эсӗ ӑна халӗ те ярасшӑн мар, —</verse>
				<verse number="18">акӑ ыран, шӑп ҫак вӑхӑтра, Эпӗ питӗ вӑйлӑ пӑрлӑ ҫумӑр ҫутарӑп, Египета никӗсленӗ кунран пуҫласа халиччен ун пекки пулман-ха;</verse>
				<verse number="19">эппин, хӑвӑн кӗтӗвӳсене, хирте мӗн пуррине пурне те пуҫтарма яр; килӗсене таврӑнмасӑр хире юлнӑ мӗнпур ҫынна, выльӑх-чӗрлӗхе пӑр ҫапӗ те, вӗсем вилсе пӗтӗҫ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Фараонӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнӗ хӑш-пӗр чурисем васкавлӑн хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене килӗсене пуҫтарнӑ;</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа сӑмахне хӑйӗн чӗрине илменнисем вара хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене хиртех хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс та — пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫине, ҫынсем ҫине, выльӑх-чӗрлӗх ҫине, Египет ҫӗрӗнчи пӗтӗм хир курӑкӗ ҫине пӑр ӳкӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Моисей хӑйӗн туйине тӳпенелле тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа аслати авӑттарнӑ, пӑр ҫутарнӑ, тата ҫӗр ҫийӗн вут-ҫулӑм сарӑлнӑ; Ҫӳлхуҫа [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗ ҫине пӑр янӑ;</verse>
				<verse number="24">пӑр ҫунӑ, пӑр варринчен вут-ҫулӑм тапа-тапа тухнӑ, [пӑрӗ] питех те вӑйлӑ пулнӑ, Египет ҫӗрӗнче ҫын пурӑна пуҫланӑранпа та кун пекки пулман.</verse>
				<verse number="25">Пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче хирте мӗн пуррине пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранах — пӑр ҫапса тухнӑ, хирти мӗнпур курӑка та пӑр ҫапнӑ, хирте пур йывӑҫа та [пӑр] хуҫса пӗтернӗ;</verse>
				<verse number="26">Израиль ывӑлӗсем пурӑнакан Гесем ҫӗрӗнче ҫеҫ пӑр пулман.</verse>
				<verse number="27">Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: ку хутӗнче эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, эпӗ тата манӑн халӑхӑм вара айӑплӑ;</verse>
				<verse number="28">[маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: Турӑ аслатийӗ, пӑр [тата ҫӗр ҫинчи вут-ҫулӑм] чарӑнтӑр, вара эпӗ сире ярӑп, урӑх чарса тӑмӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Моисей ӑна каланӑ: хуларан тухсассӑнах сана ҫӗр Ҫӳлхуҫанӑн иккенне пӗлтермешкӗн эпӗ аллӑмсене Ҫӳлхуҫамӑр патнелле [тӳпенелле] тӑсӑп та — аслати чарӑнӗ, пӑр та, [ҫумӑр та] урӑх пулмӗ;</verse>
				<verse number="30">анчах эсӗ те, санӑн чурусем те халлӗхе Ҫӳлхуҫа Турӑран хӑраманнине эпӗ пӗлетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Йӗтӗнпе урпана пӑр пӗтерсех тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн урпа пучаха ларнӑ пулнӑ, йӗтӗн пуҫ кӑларнӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="32">тулӑпа пӑрие пӗтереймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене каярах акнӑ.</verse>
				<verse number="33">Моисей фараон патӗнчен хуларан тухнӑ та аллисене Ҫӳлхуҫа енне тӑснӑ, вара аслати те, пӑр та чарӑннӑ, ҫумӑр та ҫӗр ҫине ҫума пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="34">Фараон ҫумӑр та, пӑрпа аслати те чарӑннине курса каллех ҫылӑха кӗме пуҫланӑ: хӑй те, унӑн чурисем те хӑйсен чӗрине хытарса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="35">Фараонӑн [тата унӑн чурисен] чӗри хаярлансах ҫитнӗ, Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каланӑ пекех, вӑл Израиль ывӑлӗсене яман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кӗр, вӗсем хушшинче Хамӑн ҫак паллӑмсене туса кӑтартас тесе тата</verse>
				<verse number="2">Эпӗ Египетра мӗн туни ҫинчен, Манӑн унта кӑтартнӑ паллӑмсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлна, ывӑлун ывӑлне каласа кӑтарттӑр тесе, эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлччӗр тесе Эпӗ фараонӑн чӗрине, унӑн чурисен чӗрине хытарса ҫитертӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать: эсӗ Манӑн умӑмра нумайччен пӑхӑнмасӑр тӑрӑн-и? яр Манӑн халӑхӑма, вӑл Мана кӗлтутӑр;</verse>
				<verse number="4">эхер те эсӗ Манӑн халӑхӑма ямасассӑн, акӑ ыран [шӑп ҫакӑ вӑхӑтра] Эпӗ санӑн [пӗтӗм] ҫӗрӳ ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк ярса тултарӑп;</verse>
				<verse number="5">вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илӗ те, ҫӗр курӑнми пулӗ, пӑр ҫапнӑ хыҫҫӑн [ҫӗр ҫине] сирӗн мӗн юлнине [пӗтӗмпех] ҫисе ярӗ; ҫавӑн пекех сирӗн хирӗрте ӳсекен пӗтӗм йывӑҫа ҫисе пӗтерӗ,</verse>
				<verse number="6">санӑн ҫуртусене, санӑн мӗнпур чурусен пӳрчӗсене, пӗтӗм Египет ҫыннисен [мӗнпур] пӳрчӗсене кӗрсе тулӗ, санӑн аҫусем те, санӑн аҫусенӗн ашшӗсем те ҫӗр ҫинче пурӑна пуҫланӑ кунран пуҫласа паянхи куна ҫитиччен ун пеккине курман, тет, тенӗ. [Моисей] ҫаврӑннӑ та фараон патӗнчен тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вара чурисем фараона каланӑ: вӑл пире чылайччен асаплантарӗ-и? яр эсӗ ҫав ҫынсене, вӗсем Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, кӗлтуччӑр; Египет пӗтсе пынине эсӗ халӗ те курмастӑн-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Моисейпе Аарона каялла фараон патне илсе пынӑ, вара [фараон] вӗсене каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, кӗлтӑвӑр; кам-кам каять-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Моисей каланӑ: хамӑрӑн пӗчӗк ачамӑрсемпе тата хамӑрӑн ватӑсемпе, хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсемпе тата хамӑрӑн хӗрӗмӗрсемпе кайӑпӑр, тата хамӑр сурӑхсемпе, хамӑр вӑкӑрсемпе кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] уявӗ пирӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">[Фараон] вӗсене каланӑ: ҫапла пултӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе! эпӗ сире яма хатӗр, анчах мӗншӗн ачӑрсемпе каясшӑн? куратӑр-и, эсир усал шухӑш тытнӑ!</verse>
				<verse number="11">ҫук, арҫынсем анчах кайӑр, кайӑр та Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр ҫавна ыйтрӑр, тенӗ. Вара вӗсене фараон патӗнчен хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна Египет ҫӗрӗ ҫине тӑс, Египет ҫӗрне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑнтӑр та ҫӗр ҫинчи пӗтӗм курӑка [тата йывӑҫ ҫинчи пур ҫимӗҫе], пӑр тивмесӗр юлнине пурне те ҫисе ятӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Моисей хӑйӗн туйине Египет ҫӗрӗ ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ҫӗр ҫине тухӑҫ ҫилӗ янӑ, вӑл ҫав кун кунӗпех тата ҫӗрӗпех вӗрсе тӑнӑ. Ир пулнӑ, тухӑҫ ҫилӗ хӗрлӗ шӑрчӑк илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="14">Пӗтӗм Египет ҫӗршывне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ, вӑл, шутсӑр йышлӑскер, пӗтӗм Египет ҫӗрне сӑрса илнӗ; халиччен кун чухлӗ хӗрлӗ шӑрчӑк пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та ун пекки пулас ҫук;</verse>
				<verse number="15">вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илнӗ, ҫӗрӗ те курӑнми пулнӑ; пӑр тивмесӗр юлнӑ пӗтӗм курӑка, йывӑҫ ҫинчи мӗнпур ҫимӗҫе ҫисе пӗтернӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче йывӑҫсем ҫинче те, хир курӑкӗсем ҫинче те пӗр симӗс ҫулҫӑ та юлман.</verse>
				<verse number="16">Фараон васкавлӑн Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, умӗнче тата сирӗн умӑрта ҫылӑха кӗтӗм;</verse>
				<verse number="17">манӑн ҫылӑхӑма тепӗр хут каҫарӑр ӗнтӗ, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑр, Вӑл ҫакӑ вилӗме манран сирсе ятӑрччӗ кӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">[Моисей] фараон патӗнчен тухнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="19">Вара Ҫӳлхуҫа хирӗҫ енчен питӗ вӑйлӑ анӑҫ ҫилӗ кӑларнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑка вӗҫтерсе кайнӑ та ӑна Хӗрлӗ тинӗсе пӑрахнӑ; пӗтӗм Египет ҫӗршывӗнче пӗр хӗрлӗ шӑрчӑк та юлман.</verse>
				<verse number="20">Анчах Ҫӳлхуҫа фараон чӗрине хаярлатсах пынӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсене кӑларса яман.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс, ӗнтӗ Египет ҫӗрӗнче тӗттӗм пулӗ, сӗм тӗттӗм тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Моисей вара аллине тӳпенелле тӑснӑ та, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче виҫӗ кун сӗм тӗттӗм тӑнӑ;</verse>
				<verse number="23">виҫӗ кун пӗрне-пӗри курман, никам та вырӑнтан хускалман; Израиль ывӑлӗсен вара пурин те хӑйсен килӗнче ҫутӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Фараон Моисее [тата Аарона] чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кӗлтӑвӑр, кунта вак выльӑхӑрпа шултӑра выльӑхӑр ҫеҫ юлтӑр, ачӑрсем сирӗнпе пӗрлех пыччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Анчах Моисей каланӑ: [ҫук,] пирӗн парнесене, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памаллисене те хамӑр алла пар, эпир вӗсене хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӳрӗпӗр;</verse>
				<verse number="26">пирӗн кӗтӳсем те хамӑрпа пӗрле пыччӑр, пӗр чӗрне те ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳме эпир ҫавсенчен суйласа илӗпӗр; анчах унта ҫитмесӗр Ҫӳлхуҫана [хамӑрӑн Туррӑмӑра] парнелӗх мӗн кӳмеллине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ фараон чӗрине хаярлатса ҫитернӗ, фараон вӗсене ярасшӑн пулман.</verse>
				<verse number="28">Фараон Моисее каланӑ: кай ман патӑмран; сыхлан, манӑн куҫӑм умне урӑх ан курӑн; манӑн сӑнӑма курнӑ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Моисей каланӑ: эсӗ епле каларӑн, ҫапла пулӗ; эпӗ санӑн сӑнна урӑх курмӑп ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон ҫине, Египет ҫыннисем ҫине Эпӗ тепӗр асап ярӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кунтан кӑларса ярӗ; [сире] кӑларса янӑ чухне вӑл сире кунтан васкавлӑн хӑвалама тытӑнӗ;</verse>
				<verse number="2">халӑха [вӑрттӑн] систерсе хур: кашни арҫынӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен тата кашни хӗрарӑмӗ хӑйӗн ҫывӑх хӗрарӑмӗнчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем [тата тумтир] ыйтса илтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Египет ҫыннисем умӗнче [Хӑйӗн] халӑхне ырӑлӑх панӑ, [вӗсем ӑна мӗн ыйтнине панӑ;] Моисей хӑй те Египет ҫӗрӗнче [фараон тата] фараон чурисен куҫӗ умӗнче, [пӗтӗм] халӑх куҫӗ умӗнче питех те хисеплӗ ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп,</verse>
				<verse number="5">вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ;</verse>
				<verse number="6">пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук;</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Моисей каланӑ: вара санӑн ҫак чурусем пурте ман патӑма пырӗҫ те мана пуҫҫапса калӗҫ: эсӗ хӑв та, эсӗ ертсе пыракан [хӑвӑн] халӑху та — пурте тухса кайӑр, тейӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тухӑп та эпӗ, тенӗ. [Моисей] вара фараон патӗнчен тарӑхса тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Манӑн паллӑмсем тата] Манӑн хӑватӑмсем Египет ҫӗрӗнче нумайланччӑр тесе фараон сире итлемерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Моисейпе Аарон ҫак пӗтӗм [паллӑсене тата] хӑватсене фараон умӗнче тунӑ, анчах Ҫӳлхуҫа фараон чӗрине хаярлантарнӑ та, фараон Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен яман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">ҫак уйӑх сирӗн уйӑхсенӗн пуҫламӑшӗ пултӑр, вӑл ҫулталӑк уйӑхӗсем хушшинчи пӗрремӗш уйӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхне калӑр: ҫак уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче кашни кил-йыш пӗр путек суйласа илтӗр, кил-йыш пуҫне пӗрер путек илӗр;</verse>
				<verse number="4">эхер те килӗ-йышӗ ытла пӗчӗк пулсассӑн, путекне ҫисе яраймасть пулсассӑн, хӑйӗн ҫывӑх кӳршипе пӗрлешсе, ҫын шутне кура илтӗр: кашнийӗ мӗн чухлӗ ҫиессе шайласа путек илӗр.</verse>
				<verse number="5">Сирӗн путекӗр айӑпсӑр пултӑр, така пултӑр, пӗр ҫулхискер пултӑр; вӑл сурӑх путекки е качака путекки пултӑр,</verse>
				<verse number="6">вӑл путек сирӗн ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗччен сыхӑ тӑтӑр; вара Израилӗн пӗтӗм халӑхӗ ӑна каҫпала пустӑр,</verse>
				<verse number="7">унӑн юнне илсе, ӑна ҫиме пуҫтарӑннӑ килӗрсенче алӑксен икӗ янахӗпе урлавне сӗрсе тухчӑр;</verse>
				<verse number="8">унӑн ашне, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗскере, ҫав каҫах ҫисе яччӑр; ӑна тутлӑлла ҫӑкӑрпа, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр;</verse>
				<verse number="9">ӑна пиҫнӗ-пиҫмен е шывпа пӗҫерсе ан ҫийӗр, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫерсе пуҫӗпе урисене тата ӑшне-чиккине ҫийӗр;</verse>
				<verse number="10">ирччен унран нимӗн те ан хӑварӑр, [унӑн шӑммисене ан ватӑр,] унран ирччен мӗн юлнине вутра ҫунтарса ярӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫиессе ӑна ҫапла ҫийӗр: пилӗкӗре ҫыхнӑ пултӑр, урӑрсене сырнӑ пултӑр, туйӑрсем аллӑрсенче пулччӑр, ӑна васкаварлӑн ҫийӗр: ку — Ҫӳлхуҫа Пасхи.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ шӑпах ҫак каҫ Египет ҫӗрӗ витӗр тухӑп, Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — вӗлерсе тухӑп, Египетӑн пур туррине те сут тӑвӑп. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Эсир пурӑнакан килӗрсем ҫинче паллӑ, юн, пулӗ, юна курӑп та сирӗн тӗлтен иртсе кайӑп, Эпӗ Египет ҫӗрне пӗтернӗ чухне сирӗн хушшӑрта тӗп тӑвакан чир пулмӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакӑ кун сирӗншӗн асӑнмалӑх кун пултӑр, [пур] сыпӑкӑрта та ҫав кун Ҫӳлхуҫашӑн уяв тӑвӑр; ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, ӑна ҫапла уявласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="15">Ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; килӗрти йӳҫӗлле ҫӑкӑра пӗрремӗш кунах пӗтерӗр, мӗншӗн тесессӗн пӗрремӗш кунран пуҫласа ҫиччӗмӗш куна ҫитиччен йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиекен чуна Израиль хушшинчен пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Пӗрремӗш кун сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, ҫиччӗмӗш кунне те сӑваплӑ пуху пултӑр: ҫав кунсенче нимӗнле ӗҫ те тумалла мар; кам мӗн ҫиет, сирӗн пӗр ҫавна ҫеҫ хатӗрлеме юрать.</verse>
				<verse number="17">Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн шӑп ҫакӑ кун Эпӗ сирӗн халӑхӑра Египет ҫӗрӗнчен кӑлартӑм, ҫакӑ куна ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке тӑрӑх сыпӑкран сыпӑка уяса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="18">Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗн каҫӗччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр;</verse>
				<verse number="19">сирӗн килӗрсенче ҫичӗ кун йӳҫӗ чуста пулмалла мар, мӗншӗн тесессӗн кам йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиет, ҫав чуна — вӑл ют ҫӗртен килнӗскер-и е ҫуралнӑранпах ҫав ҫӗрте пурӑнаканскер-и — Израиль [ывӑлӗсен] халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Йӳҫӗтсе пӗҫернине нимӗн те ан ҫийӗр; хӑвӑр кирек ӑҫта пулсан та тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Моисей Израиль [ывӑлӗсен] пур аслӑ ҫыннине чӗнсе пуҫтарнӑ та вӗсене каланӑ: килӗр-йышӑр тӑрӑх хӑвӑр валли путек суйласа илӗр те пасха пусӑр;</verse>
				<verse number="22">пӗр пайӑрка иссоп илсе, ӑна савӑтри юнпа йӗпетӗр те алӑксен урлавӗпе икӗ янахне ҫав савӑтри юнпа сӗрсе тухӑр; ирччен хӑвӑр ҫуртӑр алӑкӗнчен никам та ан тухӑр.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа Египета пӗтерме кайӗ, Ҫӳлхуҫа алӑк урлавӗпе икӗ янахӗ ҫинчи юна курӗ те алӑк ҫумӗнчен иртсе кайӗ, пӗтермӗше сирӗн килӗрсене кӗртмӗ, сире пӗтерме памӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫакна хӑвӑршӑн, хӑвӑр ывӑлӑрсемшӗн ӗмӗрлӗх саккун вырӑнне хурса астуса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="25">Турӑ Хӑй каланӑ пек, эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫа парас ҫӗре кӗрсессӗн, ҫакӑ йӗркене тытса, уяса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="26">Хӑвӑр ачӑрсем сире: ку мӗнле йӗрке? тесессӗн,</verse>
				<verse number="27">[вӗсене] ҫапла калӑр: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӳрекен пасха парни, Египет ҫыннисене пӗтернӗ чухне Вӑл Израиль ывӑлӗсен ҫурчӗсем ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, пирӗн килӗмӗрсене хӑтарчӗ, тейӗр, тенӗ. Халӑх чӗркуҫленсе ларса, ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вара Израиль ывӑлӗсем кайнӑ та мӗн каланине тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона епле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="29">Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур малтанхи ачана — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа тӗрмере лараканӑн малтанхи ывӑлӗ таранчченех — вӗлерсе тухнӑ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫӗрле фараон хӑй те, унӑн пур чури те, пӗтӗм Египет та вӑраннӑ; [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн кашни ҫуртра виле выртнӑ.</verse>
				<verse number="31">Вара [фараон] Моисейпе Аарона ҫӗрлех чӗнтерсе илнӗ те [вӗсене] каланӑ: тӑрӑр та манӑн халӑхӑм хушшинчен тухса кайӑр, эсир хӑвӑр та, Израиль ывӑлӗсем те кайӑр, хӑвӑр каланӑ пек, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кайса кӗлтӑвӑр;</verse>
				<verse number="32">хӑвӑр каланӑ пекех, вак выльӑхӑра та, шултӑра выльӑхӑра та илӗр; кайӑр та мана та пиллӗх парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вара Египет ҫыннисем халӑха ҫак ҫӗртен хӑвӑртрах кӑларса ярас тесе хистенӗ; вӗсем: эпир пурте вилсе пӗтетпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Халӑх хӑйсен чустине йӳҫсе ҫитичченех йӑтса кайнӑ; тумтирӗпе чӗркесе ҫыхнӑ кӑвас чӗресӗсене хулпуҫҫийӗ ҫине лартса пынӑ.</verse>
				<verse number="35">Моисей каланӑ пек туса, Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисенчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем тата тумтир ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫа вара [Хӑйӗн] халӑхне Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тунӑ: вӗсем ӑна мӗн ыйтнине панӑ, вӑл ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="37">Вара Израиль ывӑлӗсем Раамсесран Сокхофа тухса кайнӑ: ачасемсӗр пуҫне ултҫӗр пин таран ҫуран арҫын пынӑ;</verse>
				<verse number="38">вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ халӑх ҫыннисем питӗ нумаййӑн тухнӑ, вак выльӑх, шултӑра выльӑх, темӗн пысӑкӑш кӗтӳ, тухнӑ.</verse>
				<verse number="39">Египетран илсе тухнӑ чустаран вӗсем тутлӑлла пашалу пӗҫернӗ: чусти йӳҫсе те ӗлкӗреймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Египетран хӑваласах кӑларса янӑ, вӗсем тӑхтаса тӑма пултарайман, ҫул ҫине хӑйсем валли апат та хатӗрлесе ӗлкӗреймен.</verse>
				<verse number="40">Израиль ывӑлӗсем [тата вӗсен ашшӗсем] Египетра [тата Ханаан ҫӗрӗнче] пурӑннӑ вӑхӑт пурӗ тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ.</verse>
				<verse number="41">Тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул иртсессӗн шӑп ҫав кунхине ҫӗрле Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫарӗ Египет ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="42">Хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑшӑн ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнмалла; ӗмӗрӗпе сыпӑкран сыпӑка пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнтӑр.</verse>
				<verse number="43">Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисейпе Аарона каланӑ: Пасха йӗрки акӑ: урӑх йӑх ҫынни ӑна никам та ҫимелле мар;</verse>
				<verse number="44">ӳтне кассассӑн, ӑна кӗмӗл парса туяннӑ кирек мӗнле чура та ҫиме пултарать;</verse>
				<verse number="45">куҫса килнӗ ҫыннӑн, тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн ӑна ҫиме юрамасть.</verse>
				<verse number="46">Ӑна пӗр килте ҫимелле, [ирччен нимӗн те ан хӑварӑр,] ашне пӳртрен илсе ан тухӑр, унӑн шӑммисене ан ватӑр.</verse>
				<verse number="47">Ҫакна Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхӗ туса пыма тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="48">Эхер те сан патна ютран килнӗ ҫын пырса вырӑнаҫас пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн Пасха тӑвасшӑн пулсассӑн, унӑн килӗнчи пӗтӗм арҫыннин ӳтне кас, вара вӑл Пасха тума тытӑнтӑр, ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫын пекех пултӑр; ӳтне касман ҫыннӑн ӑна нихӑшӗн те ҫимелле мар;</verse>
				<verse number="49">ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Вара Израиль ывӑлӗсем мӗн каланине тунӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисейпе Аарона епле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="51">Шӑп ҫав кун Ҫӳлхуҫа ушкӑнӑн-ушкӑнӑн йӗркеленсе тӑнӑ Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсем хушшинче вар уҫса малтан ҫуралнисене, этемрен пуҫласа выльӑхӗ таранчченех, Мана халалла, [мӗншӗн тесессӗн] вӗсем Манӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Моисей халӑха каланӑ: эсир Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, тухнӑ ҫакӑ куна асра тытӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире унтан хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫийӗр:</verse>
				<verse number="4">эсир паян, авив уйӑхӗнче, тухатӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа [Турру] сана ханаансен, хетсен, аморрейсен, евейсен, иевусейсен [тата гергесейсен, ферезейсен] ҫӗрне — Турӑ аҫусене тупа туса сана пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ҫакӑ уйӑхра ҫапла кӗлӗ ту;</verse>
				<verse number="6">ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ вара Ҫӳлхуҫана пултӑр — уяв ту;</verse>
				<verse number="7">ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫимелле, сан патӑнта йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар, санӑн мӗнпур ҫӗрӳнте те йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар.</verse>
				<verse number="8">Ҫав кун хӑвӑн ывӑлна каласа пӗлтер: ҫакна Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] мана Египетран мӗнле илсе тухнине асӑнса тӑватпӑр, те.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа саккунӗ санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчех пултӑр тесе, аллу ҫине картса хур, ҫамку ҫине ҫырса хур, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] сана Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑ йӗркене палӑртнӑ вӑхӑтра, ҫуллен-ҫул туса тӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа [Турру] сана Ханаан ҫӗрне — сана тата санӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ӑна сана парсассӑн,</verse>
				<verse number="12">вар уҫса ҫуралнӑ [арсене] пурне те Ҫӳлхуҫана уйӑрса пар; санӑн мӗнле выльӑх-чӗрлӗх пулать, ҫавсен хушшинчи малтанхи ар выльӑха та Ҫӳлхуҫана [халалла],</verse>
				<verse number="13">[вар] уҫса тухакан кашни ашак вырӑнне путек пар; эхер те улӑштармастӑн пулсассӑн, ӑна тӳлесе ил; хӑвӑн ывӑлусене те, малтан ҫуралнисене, тӳлесе ил.</verse>
				<verse number="14">Кайран хӑвӑн ывӑлу санран: ку мӗн? тесе ыйтсассӑн, ӑна кала: Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ;</verse>
				<verse number="15">фараон пире ярасшӑн мар пулса кутӑнланса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫамӑр Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене пурне те — ҫынсен малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа малтанхи выльӑх таранчченех — вӗлерсе тухрӗ, ҫавӑнпа эпӗ вар уҫса ҫуралаканнисене, арсене, пурне те Ҫӳлхуҫана парне кӳретӗп, кашни малтанхи ывӑлӑма тӳлесе илетӗп;</verse>
				<verse number="16">ҫакӑ санӑн аллу ҫинчи карт пултӑр, ҫамкуна ҫыхмалли хӑю вырӑнне пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Фараон халӑха кӑларса ярсассӑн, Турӑ ӑна филистимсен ҫӗрӗн ҫулӗпе ертсе кайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫывӑх; Турӑ: вӑрҫӑ-харҫӑ курса халӑх ан ӳкӗнтӗр, Египета ан таврӑнтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑнпа Турӑ халӑха тавраран, пушхир ҫулӗпе Хӗрлӗ тинӗс патнелле илсе кайнӑ. Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен вӑрҫӑ кӑралӗсемпе тухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Моисей хӑйпе пӗрле Иосиф шӑммисене илсе тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн [Иосиф] Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ пулнӑ: Турӑ сире килсе курӗ, вара эсир манӑн шӑммӑмсене кунтан хӑвӑрпа илсе тухӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">[Израиль ывӑлӗсем] Сокхофран тапранса тухнӑ та Ефама, пушхир вӗҫне, тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те пыччӑр тесе Ҫӳлхуҫа вӗсен умӗнчен ҫул кӑтартса, кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ.</verse>
				<verse number="22">Кӑнтӑрла пӗлӗт юпа, ҫӗрле вут юпа [пӗтӗм] халӑх умӗнчен ҫухалмасӑр пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене кала, ҫаврӑнса пырса, вӗсем Пи-Гахироф тӗлне, Мигдолпа тинӗс хушшине, Ваал-Цефон умне тапӑрӑн ларса тухчӑр; тапӑра ҫавна хирӗҫ, тинӗс хӗррине лартӑр.</verse>
				<verse number="3">Фараон [хӑйӗн халӑхне] Израиль ывӑлӗсем ҫинчен: вӗсем ку ҫӗрте аташса кайрӗҫ, вӗсене пушхир хупса хучӗ, тейӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарса ярӑп та, вӑл вӗсем хыҫҫӑн хӑвала пуҫлӗ, вара фараонпа унӑн мӗнпур ҫарӗ ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; ун чухне вара Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ. Ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="5">Египет патшине халӑх тарнӑ тесе хыпар тунӑ; фараонӑн тата унӑн чурисен чӗри ҫакӑ халӑха хирӗҫ кӳтсе ҫитнӗ, вӗсем: эпир капла мӗн туса хутӑмӑр? Израиль ҫыннисене мӗншӗн кӑларса ятӑмӑр-ха, вӗсем пирӗншӗн ан ӗҫлеччӗр тесе-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">[Фараон] хӑйӗн ҫар урапине кӳлнӗ те халӑхне хӑйпе пӗрле ертсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="7">ҫар ураписене чи лайӑххисене ултҫӗр урапа илнӗ, Египетри мӗнпур ҫар урапине, вӗсен пуҫлӑхӗсене пурне те илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа фараонӑн, Египет патшин, [тата унӑн чурисен] чӗрине хаярлантарса янӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑватлӑ алӑ хӳттипе пынӑ.</verse>
				<verse number="9">Египет ҫыннисем, фараонӑн ҫар урапи кӳлнӗ учӗсем, юланутҫисем, унӑн пӗтӗм ҫарӗ вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ, халӑх ун чухне тинӗс хӗррине, Пи-Гахироф ҫывӑхне, Ваал-Цефон умне вырӑнаҫса ларнӑ пулнӑ, вӗсене ҫавӑнта хӑваласа ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="10">Фараон ҫывӑхарса пынӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ Египет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн килеҫҫӗ; вара Израиль ывӑлӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ те Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ,</verse>
				<verse number="11">вӗсем Моисее каланӑ: Египетра тупӑк ҫук-им, эсӗ пире пушхире вилме илсе килтӗн-и? Египетран илсе тухса эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн?</verse>
				<verse number="12">Эпир сана Египетра та ҫакнах каламарӑмӑр-и: хӑвар пире, эпир Египет ҫыннисемшӗнех ӗҫлесе пурӑнар, темерӗмӗр-и? Мӗншӗн тесессӗн пушхирте виличчен пирӗншӗн Египет ҫыннисем патӗнче чуралӑхра пулни авантарахчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Анчах Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр, ҫирӗп тӑрӑр — акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑлӑнӑҫне курӑр, ҫакна Вӑл халӗ сирӗншӗн тӑвӗ, халӗ хӑвӑр куракан Египет ҫыннисене урӑх ӗмӗрне те курас ҫук;</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа сирӗншӗн ҫӗнтерсе пырӗ, эсир вара лӑпкӑ пулӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: мӗн эсӗ Мана кӑшкӑрса чӗнетӗн? Израиль ывӑлӗсене кала, вӗсем утчӑр,</verse>
				<verse number="16">эсӗ туюна ҫӗкле те аллуна тинӗс ҫине тӑс, ӑна икӗ еннелле уйӑр, Израиль ывӑлӗсем тинӗс варринчен типӗ ҫӗртен каҫса кайӗҫ;</verse>
				<verse number="17">Эпӗ [фараонпа мӗнпур] Египет ҫыннисен чӗрине хаярлатса ярӑп, вӗсем вара сирӗн хыҫҫӑн кайӗҫ; ҫапла фараон ҫинче, унӑн пӗтӗм ҫарӗ ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп;</verse>
				<verse number="18">Хамӑн мухтавлӑхӑма фараон ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче кӑтартсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ умӗнчен пыракан Турӑ Ангелӗ тапранса кайнӑ та вӗсен хыҫӗнчен пыра пуҫланӑ; пӗлӗт юпа та, вӗсен умӗнчен тапранса, вӗсен хыҫне пырса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="20">Египет тапӑрӗпе Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ хушшине тӑнӑ: пӗрисемшӗн хура пӗлӗт те сӗм тӗттӗмлӗх пулнӑ, тепӗрисемшӗн каҫ тӗттӗмне ҫутатса тӑнӑ, вара пӗрисем тепӗрисем патне ҫӗр каҫичченех ҫывӑхарайман.</verse>
				<verse number="21">Моисей хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа тинӗсе ҫӗрӗпех тухӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилпе хӑвалаттарса тинӗс вырӑнне типӗ ҫӗр туса хунӑ, шывӗ уйӑрӑлса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен кайнӑ: вӗсен сылтӑм енче те, сулахай енче те шыв хӳме пек тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Египет ҫыннисем вӗсене хӑвала пуҫланӑ, фараонӑн учӗсем, ҫар ураписем, юланутҫисем вӗсем хыҫҫӑн тинӗс варрине кӗрсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ирхи хурал вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫарӗ ҫине вут юпа ӑшӗнчен, пӗлӗт юпа ӑшӗнчен пӑхнӑ та Египет ҫарне пӑлхатса янӑ;</verse>
				<verse number="25">вӗсен ҫар ураписен кустӑрмисене кусайми тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене аран-аран сӗтӗрсе пынӑ. Вара Египет ҫыннисем: Израиль ҫыннисенчен тарар, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсен хутне кӗрсе Египет ҫыннисене ҫӗнтерсе пырать, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тинӗс ҫине тӑс, шыв ӗнтӗ Египет ҫыннисем ҫине, вӗсен урапаллӑ ҫарӗ ҫине, вӗсен юланутҫисем ҫине кайтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Моисей аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, ир тӗлне шыв хӑй вырӑнне таврӑннӑ; Египет ҫыннисем вара [шыва] хирӗҫ чупнӑ. Египет ҫыннисене Ҫӳлхуҫа тинӗс варринче ҫапла путарнӑ.</verse>
				<verse number="28">Шыв каялла юхса пынӑ та Израиль ҫыннисем хыҫҫӑн тинӗсе кӗнӗ фараонӑн пӗтӗм ҫарне, урапаллӑ ҫарне, юланутҫисене хупласа хунӑ; вӗсенчен пӗри те хӑтӑлса юлайман.</verse>
				<verse number="29">Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ: шыв вӗсен сылтӑм енче те хӳме пек [тӑнӑ], сулахай енче те [хӳме пек] тӑнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ҫав кун Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет ҫыннисен аллинчен хӑтарнӑ, Израиль [ывӑлӗсем] тинӗс хӗрринче Египет ҫыннисем вилӗ выртнине курнӑ.</verse>
				<verse number="31">Вара Израиль ҫыннисем Ҫӳлхуҫа Египет ҫыннисем ҫинче кӑтартнӑ хӑватлӑ алла курнӑ, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, Ҫӳлхуҫана тата Моисее, Унӑн чурине, ӗненме пуҫланӑ. Моисейпе Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана мухтаса, ҫапла каласа, ҫак юрра юрланӑ:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп: Вӑл аслӑ мухтава тухрӗ; унӑн утне те, юланутҫине те тинӗсе путарчӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫамӑм — манӑн тӗрекӗм, манӑн чапӑм, Вӑл мана ҫӑлса хӑварчӗ. Вӑл — манӑн Туррӑм, Ӑна аслӑласа мухтӑп; Вӑл — манӑн аттемӗн Турри, Ӑна аслӑ мухтава кӑларӑп.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа — вӑрҫӑ арӗ, Яхве Унӑн ячӗ.</verse>
				<verse number="4">Фараонӑн ураписене, унӑн ҫарне Вӑл тинӗсе путарчӗ, унӑн чаплӑ ҫар пуҫлӑхӗсем Хӗрлӗ тинӗсе путса вилчӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Тӗпсӗр авӑрсем хупларӗҫ вӗсене; тинӗс тӗпне чул пек анса кайрӗҫ вӗсем.</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, сылтӑм аллу хӑйӗн хӑвачӗпе чапа тухрӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм, санӑн сылтӑм аллу тӑшмана тӗп турӗ.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑлӑхӗпе Эсӗ Хӑвна хирӗҫ ҫӗкленнисене аяла турӑн. Хӑвӑн ҫиллӳне ятӑн та Эсӗ, вӑл вӗсене улӑм пӗрчи пек ҫунтарса ячӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ вӗрнӗ сывлӑшпала шыв икӗ енне уйӑрӑлса тӑчӗ, шыв хӳме пек тӑчӗ, тинӗс тӗпӗнчи тӗпсӗр авӑрсем хытса ларчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Тӑшман каларӗ: «хӑвалам, ҫитем, тупӑш уйӑрам; чунӑм вӗсемпе тӑранӗ; хӗҫӗме туртса кӑларам, аллӑм вӗсене тӗп тӑвӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="10">Сывлӑшупа вӗртӗн те — вӗсене тинӗс хупласа хучӗ: вӗсем аслӑ шыва хура тӑхлан пек путса анчӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сан евӗрли кам пур турӑсем хушшинче? Сӑвапу аслӑ, мухтаву виҫесӗр, Эсӗ — кӗтретсем Тӑваканӗ, кам пур ҫавӑн евӗрли?</verse>
				<verse number="12">Эсӗ сылтӑм аллуна тӑсрӑн та, вӗсене ҫӗр ҫӑтса ячӗ.</verse>
				<verse number="13">Ху хӑтарнӑ ҫакӑ халӑха Эсӗ Хӑвӑн ырӑлӑхупа ертсе пыратӑн, Хӑвӑн хӑватупа Хӑвӑн сӑваплӑхун ҫуртне ертсе каятӑн.</verse>
				<verse number="14">Халӑхсем илтрӗҫ те чӗтӗресе тӑраҫҫӗ: Филисти ҫыннисен сехри хӑпрӗ;</verse>
				<verse number="15">ун чухне Эдом пуҫлӑхӗсем аптӑраса ӳкрӗҫ, Моав ҫулпуҫӗсем сехӗрленчӗҫ, Ханаан ҫыннисем пурте хуйха ӳкрӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Хӑраччӑр вӗсем, сехӗрленччӗр; Санӑн халӑху иртсе пынӑ чухне, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑв хӑтарнӑ ҫакӑ халӑху иртсе пынӑ чухне, Санӑн вӑю-хӑватупа вӗсем чул пек хытса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="17">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн тивӗҫлӗ тӑву ҫине, Хӑвна валли Ху ҫурт тунӑ вырӑна, Хӑвӑн аллусем пултарнӑ сӑваплӑ вырӑна, эй Патшамӑр, илсе кӗр ӑна, ҫавӑнта вырӑнаҫтар ӑна!</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Патша пулӗ.</verse>
				<verse number="19">Фараонӑн ҫар урапиллӗ учӗсем, унӑн юланутҫисем тинӗсе кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа тинӗс шывне вӗсем ҫинелле янӑ, Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варринчи типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑн чухне Мариам пророк, Аарон аппӑшӗ, аллине тӳнкӗр тытнӑ, ун хыҫҫӑн пӗтӗм хӗрарӑм тӳнкӗр ҫапса, хӗпӗртесе-савӑнса тухнӑ.</verse>
				<verse number="21">Мариам вӗсен умӗнче ҫапла мухтаса юрланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра мухтаса юрлӑр, Вӑл аслӑ мухтава тухрӗ, унӑн утне, юланутҫине тинӗсе путарчӗ.</verse>
				<verse number="22">Моисей Израиль халӑхне Хӗрлӗ тинӗс патӗнчен ертсе кайнӑ та, вӗсем Сур пушхирне ҫитсе кӗнӗ; вӗсем виҫӗ кун пушхир тӑрӑх пынӑ, анчах шыв тупайман;</verse>
				<verse number="23">Меррӑна ҫитнӗ, анчах Меррӑри шыва ӗҫеймен, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӳҫӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ку [вырӑна] Мерра ят панӑ та.</verse>
				<verse number="24">Халӑх Моисее ӳпкелесе: пирӗн мӗн ӗҫес? тенӗ.</verse>
				<verse number="25">[Моисей] Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна йывӑҫ кӑтартнӑ, вӑл вара ӑна шыва пӑрахнӑ та — шыв тутлӑланнӑ. Ҫавӑнта Турӑ халӑха йӗркесем панӑ, саккун панӑ тата ӑна ҫавӑнта сӑнанӑ.</verse>
				<verse number="26">Ӑна каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче юравлӑ ӗҫсем туса тӑрсассӑн, Унӑн ӳкӗчӗсене ӑнласа пырсассӑн, Унӑн пӗтӗм йӗркине тытса пурӑнсассӑн, Эпӗ сан ҫине Египет ҫине янӑ чирсенчен пӗр чирне те ямӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру], сана сыватаканӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Унтан вӗсем Елим ҫӗрне ҫитнӗ; унта вуникӗ ҫӑлкуҫӗ пулнӑ, ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ, ҫавӑнта шыв ҫывӑхне тапӑрӑн ларса тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Ӗнтӗ Елимран тапранса тухнӑ, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Елимпа Синай хушшинчи Син пушхирне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="2">Пушхирте Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="3">Израиль ывӑлӗсем вӗсене каланӑ: ах, пирӗн Египет ҫӗрӗнчех аш тултарнӑ хуран умӗнче ларнӑ чухнех, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫинӗ чухнех Ҫӳлхуҫамӑр алли тивнипе вилмеллеччӗ! эсир пире ку пушхире пӗтӗм халӑха выҫӑпа вӗлерме илсе килтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗн валли тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса тӑрӑп, халӑх тухтӑр та кунсерен — пӗр куна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — пуҫтарса тӑтӑр; Эпӗ ӑна ҫапла сӑнаса пӑхам, вӑл Манӑн саккун тӑрӑх пурӑнассипе пурӑнмассине пӗлем;</verse>
				<verse number="5">улттӑмӗш кунне мӗн илсе килнине пухса хуччӑр, ытти кунсенче пухнинчен икӗ хут ытларах пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм [халӑхне] каланӑ: каҫхине эсир хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен Ҫӳлхуҫа илсе тухнине пӗлетӗр,</verse>
				<verse number="7">ирхине вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне куратӑр, Вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкеленине илтрӗ: эпир мӗнех ӗнтӗ, мӗншӗн пире ӳпкелетӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Моисей тата каланӑ: каҫхине Ҫӳлхуҫа сире апат валли аш парсассӑн, ирхине тӑраниччен ҫимелӗх ҫӑкӑр парсассӑн, пӗлетӗр акӑ: Ҫӳлхуҫа эсир Ӑна хирӗҫ ӳпкелесе каланине илтрӗ: эпир мӗн? эсир пире мар, Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкелетӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Унтан Моисей Аарона каланӑ: Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл эсир ӳпкеленине илтрӗ, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ чухне вӗсем пушхирелле ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ пӗлӗт ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнса кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="12">Эпӗ Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине илтрӗм; вӗсене кала: каҫхине аш ҫийӗр, ирхине тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗр — вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, иккенне пӗлӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Каҫхине путене вӗҫсе тулса тапӑра хупласа илнӗ, ир тӗлне тапӑр тавра сывлӑм ӳкнӗ;</verse>
				<verse number="14">сывлӑм типсессӗн, акӑ пушхир ҫийӗнче темӗскер — вӗтӗскер, кӗрпе евӗрлӗскер, ҫӗр ҫине ӳкнӗ пас евӗрлӗскер — выртса юлнӑ.</verse>
				<verse number="15">Израиль ывӑлӗсем ҫакна курнӑ та пӗр-пӗрне: мӗн ку? тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн ку мӗн иккенне пӗлмен. Моисей вӗсене каланӑ: ку — ҫӑкӑр, ӑна сире Ҫӳлхуҫамӑр апат валли пачӗ;</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушрӗ: ӑна кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухтӑр; ҫын пуҫне пӗрер гомор, хӑвӑр чатӑрта миҫе чун, ҫавӑнпа шайлашуллӑн пуҫтарӑр, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та, хӑшӗ нумай, хӑшӗ сахал пуҫтарнӑ;</verse>
				<verse number="18">кайран гоморпа виҫсе пӑхнӑ та, нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман: кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Моисей вӗсене: ҫакна никам та ирччен ан хӑвартӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Анчах вӗсем Моисее итлемен, хӑшӗсем ҫав апата ирччен хӑварнӑ та, вӑл хуртланса кайнӑ, унран шӑршӑ кӗре пуҫланӑ. Моисей вара вӗсене питӗ ҫилленнӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем ҫавна ирхине ирех кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пуҫтарнӑ; хӗвел пӑхса ӑшӑта пуҫласассӑн, вӑл ирӗлнӗ.</verse>
				<verse number="22">Улттӑмӗш кунне вара ҫав ҫӑкӑра икӗ хут ытларах, кашни ҫын пуҫне икшер гомор, пухнӑ. Халӑх пуҫлӑхӗсем пурте пынӑ та Моисее каласа панӑ.</verse>
				<verse number="23">Вара [Моисей] вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн каларӗ: ыран канӑҫлӑх кунӗ, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ шӑмачӗ; мӗн пӗҫермеллине паян пӗҫерӗр, мӗн ӑшаламаллине паян ӑшалӑр, мӗн юлнине уйӑрса хӑварӑр та ир валли пухса хурӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара [хӑйсене] Моисей хушнӑ пек, ир валли уйӑрса хӑварнӑ та, вӑл шӑршланман та, хуртланман та.</verse>
				<verse number="25">Моисей каланӑ: ӑна паян ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн паян Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ; паян ӑна хирте тупаймӑр;</verse>
				<verse number="26">ӑна ултӑ кун пуҫтарӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ вара — шӑматкун: ҫав кун вӑл пулмасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Анчах хӑшӗсем ҫиччӗмӗш кунӗнче пуҫтарма тухнӑ та — тупайман.</verse>
				<verse number="28">Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: эсир Манӑн ӳкӗтсене, Манӑн саккунсене пӑхӑнасран чылайччен пӑрӑнса ҫӳрӗр-и?</verse>
				<verse number="29">астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа сире шӑматкун панӑ, ҫавӑнпа Вӑл улттӑмӗш кунӗнче ҫӑкӑрне икӗ кунлӑх парать: кашнийӗ хӑй патӗнче [хӑйӗн килӗнче] юлӑр, ҫиччӗмӗш кунӗнче никам та хӑйӗн вырӑнӗнчен ан тухтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вара ҫиччӗмӗш кунӗнче халӑх каннӑ.</verse>
				<verse number="31">Израиль халӑхӗ ҫав ҫӑкӑра «манна» тесе ят панӑ; вӑл кориандр вӑрри пек шурӑ пулнӑ, тути пыллӑ пашалу пек пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушрӗ: сыпӑкран сыпӑка упраса тӑмашкӑн пӗр гомор [манна] тултарӑр: Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ сире ҫак ҫӑкӑрпа тӑрантарса усрарӑм, сирӗн ӑна курса тӑмалла пултӑр, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Моисей Аарона каланӑ: пӗр [ылтӑн] савӑт ил те унта пӗр гомор туллиех манна тултар, ӑна сыпӑкран сыпӑка усрамашкӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ умне ларт, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон ӑна — сыхласа усрамашкӑн — Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне лартнӑ.</verse>
				<verse number="35">Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх ҫул хушши, ҫын пурӑнакан ҫӗре ҫитичченех, манна ҫисе пурӑннӑ; Ханаан ҫӗрӗн чиккине ҫитичченех вӗсем манна ҫинӗ.</verse>
				<verse number="36">Гомор ефан вуннӑмӗш пайӗ пулать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа хушнипе Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Син пушхирӗнчен тухса хӑйсен ҫулӗпе кайнӑ та кайран Рефидимра тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; унта халӑх валли ӗҫме шыв пулман.</verse>
				<verse number="2">Халӑх Моисее ӳпкеленӗ: ӗҫмешкӗн шыв парӑр пире, тенӗ. Моисей вӗсене: мӗн эсир мана ӳпкелетӗр? мӗншӗн Ҫӳлхуҫана сӑнатӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Халӑх унта шывсӑр антӑхнӑ, халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: мӗншӗн эсӗ пире Египетран илсе тухрӑн? пире, пирӗн ачасене, пирӗн кӗтӳсене шывсӑр асаплантарса вӗлерме-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Моисей Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: ку халӑха манӑн мӗн тӑвас? кӑштахран акӑ мана чулпа персе вӗлерӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх умӗнчен ут, хӑвпа пӗрле Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисене ил, аллуна хӑв шыва ҫапса уйӑрнӑ туюна тыт та — кай;</verse>
				<verse number="6">акӑ Эпӗ унта, Хоривра, сан умна чул хысакӗ ҫине тӑрӑп, эсӗ ҫав чула ҫап та, ун ӑшӗнчен шыв тапса тухӗ, халӑх ӗҫӗ, тенӗ. Израилӗн аслӑ ҫыннисен куҫӗ умӗнче Моисей ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине пула, вӗсем: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа пур-и, ҫук-и? тесе Ҫӳлхуҫана сӑнанине пула ҫав вырӑна Масса тата Мерива тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="8">Амалик ҫыннисем ҫитнӗ те Рефидимра Израиль ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="9">Моисей Иисуса каланӑ: [хастар] арсем суйласа ил те кай, амаликсемпе тытӑҫ; ыран эпӗ сӑрт тӑррине тӑрӑп, манӑн аллӑмра Турӑ туйи пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Иисус хӑйне Моисей каланӑ пек тунӑ: амаликсемпе ҫапӑҫма [кайнӑ]; Моисей, Аарон тата Ор сӑрт тӑррине улӑхса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Моисей хӑйӗн аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне Израиль ҫӗнтерсе пынӑ, аллисене аялалла ярсассӑн, Амалик ҫӗнтере пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="12">анчах Моисейӗн аллисем йывӑрланса ҫитнӗ, вара чул илнӗ те ӑна Моисей айне хунӑ, вӑл чул ҫине ларнӑ. Ааронпа Ор унӑн аллисене пӗри пӗр енчен, тепӗри тепӗр енчен тытса тӑнӑ. Ҫапла унӑн аллисене хӗвел аничченех ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Иисус вара Амаликпа унӑн халӑхне ҫивӗч хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: астуса тӑма ҫакна кӗнекене ҫырса хур; тата Иисуса пӗлтер: Эпӗ амаликсен ятне ҫӗр ҫинчен пӗтӗмпех пӗтерӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Моисей вара [Ҫӳлхуҫана] парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Нисси тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл ҫапла каланӑ: алӑра — Ҫӳлхуҫа ялавӗ, Ҫӳлхуҫанӑн Амалика хирӗҫ пыракан вӑрҫи — сыпӑкран сыпӑка, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Иофор — Мадиан священникӗ, Моисей хунӗ — Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухсассӑн Турӑ Моисейпе Хӑйӗн халӑхӗшӗн, Израильшӗн, мӗн-мӗн тунине пурне те илтсе пӗлнӗ,</verse>
				<verse number="2">Моисей хунӗ Иофор вара Сепфорӑна — Моисей арӑмне, унччен ашшӗ патне хӑварнӑскере —</verse>
				<verse number="3">тата унӑн икӗ ывӑлне Моисей патне ертсе кайнӑ, вӗсенчен пӗри Гирсам ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей: эпӗ ют ҫӗре килсе пурӑннӑ ҫын, тенӗ;</verse>
				<verse number="4">тепӗри Елиезер ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн [вӑл]: аттем Турри мана пулӑшаканӗ пулчӗ, мана фараон хӗҫӗнчен хӑтарчӗ, [тенӗ].</verse>
				<verse number="5">Моисей хунӗ Иофор унӑн ывӑлӗсемпе, унӑн арӑмӗпе пӗрле Моисей патне пушхире, Турӑ тӑвӗ патӗнче тапӑрӑн ларса тухнӑ ҫӗре, ҫитнӗ те</verse>
				<verse number="6">Моисее хыпар тунӑ: эпӗ, Иофор хуню, сан патна пыратӑп, арӑму та, унпа пӗрле унӑн икӗ ывӑлӗ те пыраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Моисей хӑйӗн хуньӑшне хирӗҫ тухнӑ та [ӑна] ӳксе пуҫҫапнӑ, ӑна чуптунӑ, вара пӗр-пӗрне саламланӑ хыҫҫӑн вӗсем чатӑра кӗнӗ.</verse>
				<verse number="8">Моисей хӑйӗн хуньӑшне Ҫӳлхуҫа фараонпа [мӗнпур] Египет халӑхне Израильшӗн мӗн-мӗн кӑтартни ҫинчен, ҫул ҫинче хӑйсене тӗл пулнӑ мӗнпур йывӑрлӑх ҫинчен тата Ҫӳлхуҫа вӗсене [фараон аллинчен, Египет ҫыннисен аллинчен] епле хӑтарни ҫинчен каласа панӑ.</verse>
				<verse number="9">Египет ҫыннисен аллинчен [тата фараон аллинчен] хӑтарнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Израиле кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхсемшӗн Иофор пӗтӗм чӗререн савӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Иофор каланӑ: сире Египет ҫыннисен аллинчен, фараон аллинчен хӑтарнӑ, ҫакӑ халӑха Египет ҫыннисен пусмӑрӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ;</verse>
				<verse number="11">халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа пур турӑран та аслӑ, хӑйсене Израиль ҫыннисенчен асла хуракансене Вӑл ҫакна кӑтартрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара Моисей хунӗ Иофор пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Турра парне кӳнӗ, ытти парне те кӳнӗ; Аарон тата Израилӗн пӗтӗм аслӑ ҫынни Моисей хунӗпе пӗрле Турӑ умӗнче ҫӑкӑр ҫиме пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Тепӗр кунне Моисей халӑха сут тума ларнӑ, халӑх Моисей умӗнче иртен пуҫласа каҫчен тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Моисей хунӗ [Иофор] вӑл халӑха мӗн тунине пурне те курнӑ та каланӑ: эсӗ халӑха капла мӗн тӑватӑн? мӗншӗн эсӗ ху анчах ларатӑн, пӗтӗм халӑх сан умӑнта иртен пуҫласа каҫчен ура ҫинче тӑрать? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Моисей хӑйӗн хуньӑшне каланӑ: халӑх ман патӑма Турӑ сутне ыйтма килет;</verse>
				<verse number="16">вӗсен мӗнле те пулин ӗҫ сиксе тухсассӑн, вӗсем ман патӑма килеҫҫӗ, эпӗ вара пӗринпе тепӗри хушшинчи тавӑҫа татса паратӑп тата [вӗсене] Турӑ йӗркисене, Унӑн саккунӗсене пӗлтеретӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн:</verse>
				<verse number="18">эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн;</verse>
				<verse number="19">эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр;</verse>
				<verse number="20">вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт;</verse>
				<verse number="21">эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт;</verse>
				<verse number="22">вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ;</verse>
				<verse number="23">ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Моисей хунӗн сӑмахӗсене итленӗ те йӑлтах [хӑйне] каланӑ пек тунӑ;</verse>
				<verse number="25">Моисей вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ хушшинчен пултаруллӑ ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене халӑх пуҫлӑхӗсем — пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] — туса лартнӑ;</verse>
				<verse number="26">вӗсем ӗнтӗ халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑнӑ; [пӗтӗм] пысӑк ӗҫ ҫинчен Моисее пӗлтерсе тӑнӑ, вак ӗҫсене пурне те хӑйсемех татса панӑ.</verse>
				<verse number="27">Моисей вара хуньӑшне ӑсатнӑ, лешӗ хӑйӗн ҫӗрне кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Израиль халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн виҫҫӗмӗш уйӑхра, шӑп та ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун, вӗсем Синай пушхирне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем Рефидимран тапранса тухнӑ та Синай пушхирне ҫитнӗ, ҫав пушхирте тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; унта Израиль тӑва хирӗҫ тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ.</verse>
				<verse number="3">Моисей Турӑ патне [ту ҫине] улӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна ту ҫинчен чӗнсе каланӑ: Иаков килне ҫапла кала, Израиль ывӑлӗсене ҫапла пӗлтер:</verse>
				<verse number="4">эсир Эпӗ Египет ҫыннисене мӗн тунине, Эпӗ хӑвӑра ӑмӑрткайӑк ҫуначӗ ҫинче [йӑтса ҫӳренӗ пек] ҫӗклесе ҫӳренине, сире Хам патӑма илсе килнине куртӑр;</verse>
				<verse number="5">эппин, эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн,</verse>
				<verse number="6">эсир Манӑн патшалӑхӑм, священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр; ҫакӑ ӗнтӗ эсӗ Израиль ывӑлӗсене калас сӑмах, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Моисей таврӑннӑ та халӑхӑн аслӑ ҫыннисене чӗнсе пухнӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа вӗрентсе каланӑ ҫак сӑмахсене пурне те вӗсене каласа панӑ.</verse>
				<verse number="8">Пӗтӗм халӑх пӗр пулса хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр, [кӳнтем пулӑпӑр,] тенӗ. Моисей халӑх сӑмахне Ҫӳлхуҫа патне ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх Эпӗ санпа калаҫнине илттӗр, сана яланлӑха ӗнентӗр тесе, акӑ Эпӗ сан патна ҫӑра пӗлӗт ӑшӗнче пырӑп, тенӗ. Моисей халӑх сӑмахне Ҫӳлхуҫана пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр,</verse>
				<verse number="11">виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ;</verse>
				<verse number="12">халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле;</verse>
				<verse number="13">ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Моисей ту ҫинчен халӑх патне аннӑ та халӑха тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл халӑха каланӑ: виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑрӑр; арӑмӑрсене ан тӗкӗнӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Виҫҫӗмӗш кунне, ир пулсассӑн, аслати авӑтнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, [Синай] тӑвӗ тӗлӗнче ҫӑра пӗлӗт тӑнӑ, трупа сасси питех те вӑйлӑн илтӗннӗ; тапӑрта пулнӑ пӗтӗм халӑх чӗтӗресе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме Моисей халӑха тапӑртан илсе тухнӑ, вӗсем ту айккине пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа ту ҫине вут-ҫулӑм ӑшӗнче аннӑран пӗтӗм Синай тӑвӗ мӑкӑрланса тӑнӑ; ун ҫийӗн кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм ҫӗкленнӗ, пӗтӗм ту кисренсе тӑнӑ;</verse>
				<verse number="19">трупа сасси вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ. Моисей каланӑ, Турӑ ӑна сасӑпах хуравланӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫине, ту тӑррине, аннӑ, Ҫӳлхуҫа Моисее ту тӑррине чӗнсе илнӗ, Моисей унта улӑхнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ан та халӑха хытарса кала, вӗсем Турӑ патне Ӑна курасшӑн ан ӑнтӑлччӑр, вӗсен нумайӑшӗн пӗтмелле ан пултӑр;</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] патне ҫывӑхаракан священниксен вара, хӑйсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе ан тӑктӑр тесессӗн, хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳмелле, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: халӑх Синай тӑвӗ ҫине улӑхма пултараймӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пире: «ту йӗри-тавра йӗр туса тух, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр» тесе малтанах асӑрхаттарса хутӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: каях эсӗ, ан, унтан хӑв та, санпа пӗрле Аарон та улӑхӑр; священниксемпе халӑх вара Ҫӳлхуҫа патне улӑхасшӑн ан ӑнтӑлччӑр, [Ҫӳлхуҫа] вӗсене пӗтерсе ан пӑрахтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вара Моисей халӑх патне аннӑ та пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Турӑ [Моисее] ҫакӑ сӑмахсене каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Турру.</verse>
				<verse number="3">Манӑн умӑмра санӑн урӑх турӑсем ан пулччӑр.</verse>
				<verse number="4">Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн паллине-сӑнне, кӗлеткине ан ту;</verse>
				<verse number="5">вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене ан пӑхӑн: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ — Эпӗ Хама курайман ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑкне ҫитиччен хаса паратӑп,</verse>
				<verse number="6">Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене пурӑнӑҫласа тӑракансене пин сыпӑка ҫитичченех ырӑлӑх паратӑп.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ.</verse>
				<verse number="8">Шӑматкуна уяма астусах тӑр;</verse>
				<verse number="9">ултӑ кун ӗҫле, [ҫав кунсенче] хӑвӑн мӗнпур ӗҫне ту;</verse>
				<verse number="10">ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑмат пултӑр: ҫавӑ кун эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ] выльӑху-чӗрлӗхӳ те, санӑн ҫуртӑнта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр,</verse>
				<verse number="11">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре, тинӗсе тата унта мӗн пуррине пурне те ултӑ кун хушши пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ тунӑ; Ҫӳлхуҫа шӑматкуна ҫавӑнпа пилленӗ, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.</verse>
				<verse number="12">Аҫупа аннӳне хисепле, вара [хӑвна лайӑх пулӗ тата] хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗр ҫинче кунҫулу вӑрӑм килӗ.</verse>
				<verse number="13">Ан вӗлер.</verse>
				<verse number="14">Ан аскӑнлан.</verse>
				<verse number="15">Ан вӑрла.</verse>
				<verse number="16">Ҫывӑх ҫынну ҫинчен суя ан кӳнтеле.</verse>
				<verse number="17">Ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн; ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, [унӑн уйне-хирне те,] унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, вӑкӑрне те, ашакне те, [унӑн кирек хӑш выльӑхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗнне те ан хапсӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Пӗтӗм халӑх аслати авӑтнине, вут-ҫулӑма, трупа сассине, мӑкӑрланса тӑракан тӑва курса тӑнӑ; ҫавна курсассӑн [пӗтӗм] халӑх каялла чакса аяккалла кайса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вара Моисее каланӑ: пирӗнпе эсӗ калаҫ, эпир сана итлӗпӗр, анчах пирӗнпе Турӑ ан калаҫтӑрччӗ, пирӗн вилес марччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр; Турӑран хӑрамаллине хӑйсемех курччӑр тесе, ҫылӑх ан туччӑр тесе Турӑ [сирӗн патӑра] сире сӑнама-тӗрӗслеме килчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">[Мӗнпур] халӑх аякра тӑнӑ, Моисей вара сӗмлӗхе, Турӑ тӑракан тӗле, кӗрсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫапла кала [Иаков килне, пӗлтер] Израиль ывӑлӗсене: эсир Эпӗ сире тӳперен епле каланине куртӑр;</verse>
				<verse number="23">Манӑн умӑмра кӗмӗл турӑсем е ылтӑн турӑсем ан тӑвӑр, хӑвӑр валли ан тӑвӑр:</verse>
				<verse number="24">Ман валли парне вырӑнӗ ҫӗртен ту, хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӳне, хӑвӑн канӑҫлӑх парнӳне, хӑвӑн сурӑхусене, вӑкӑрусене ҫавӑн ҫинче кӳр; Эпӗ Хамӑн ятӑма пуҫҫапма палӑртнӑ кирек мӗнле вырӑнта та Эпӗ сан патна пырӑп, сана пиллӗп;</verse>
				<verse number="25">эхер те Ман валли парне вырӑнӗ чултан тӑвас пулсассӑн, ӑна чутланӑ чулсенчен ан ту, мӗншӗн тесессӗн пурттуна вӗсем ҫине хурсассӑнах эсӗ вӗсене ирсӗрлетӗн;</verse>
				<verse number="26">Манӑн парне вырӑнӗ патне картлашкапа ан улӑх, ун умӗнче санӑн ҫарамасу ан уҫӑлтӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Эсӗ вӗсене пӗлтермелли саккунсем акӑ:</verse>
				<verse number="2">эхер те еврей чура туянатӑн пулсассӑн, вӑл [саншӑн] ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, ҫиччӗмӗш [ҫул] тӳлемесӗрех ирӗке тухтӑр;</verse>
				<verse number="3">эхер те вӑл пӗччен пынӑ пулсассӑн, пӗчченех тухса кайтӑр; вӑл авланнӑ ҫын пулсассӑн, унпа пӗрле арӑмӗ те тухса кайтӑр;</verse>
				<verse number="4">эхер те хуҫи ӑна арӑм панӑ пулсассӑн, арӑмӗ ӑна ывӑлсем е хӗрсем ҫуратса панӑ пулсассӑн, арӑмӗпе ачисем арӑмӗн хуҫи патӗнчех юлччӑр, вӑл пӗчченех тухса кайтӑр;</verse>
				<verse number="5">чури «хамӑн хуҫама, хамӑн арӑмпа ачамсене юрататӑп, ирӗке каймастӑп» тесессӗн,</verse>
				<verse number="6">хуҫи ӑна турӑсем умне илсе пытӑр та алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑраттӑр, унтан хуҫи унӑн хӑлхине атпӑрипе чиксе шӑтартӑр, вара вӑл ӗмӗрлӗхе унӑн чури пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="7">Эхер те кам та пулин хӑйӗн хӗрне чуралӑха сутсассӑн, вӑл арҫын чура тухса кайнӑ пек тухса кайма пултараймасть;</verse>
				<verse number="8">эхер те ҫав хӑрхӑм хӑйӗн хуҫине килӗшмест пулсассӑн, хуҫи ӑна ҫураҫмасть пулсассӑн, ӑна каялла тӳлесе илме ирӗк патӑр; ӑна хӑй тиркенӗ пулсассӑн, [хуҫан] ӑна ют халӑха сутма ирӗк ҫук;</verse>
				<verse number="9">эхер те вӑл ӑна хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫураҫсассӑн, ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне хутӑр;</verse>
				<verse number="10">эхер те ывӑлӗ валли урӑх арӑм илсессӗн, ӑна апатсӑр, тумтирсӗр хӑвармалла мар, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлтӑр;</verse>
				<verse number="11">эхер те хуҫа уншӑн ҫакӑ виҫӗ япалана тумасть пулсассӑн, вӑл ун патӗнчен ахалех, тӳлемесӗрех, тухса кайтӑр.</verse>
				<verse number="12">Кам та кам ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ӑна хӑйне те вӗлерччӗр;</verse>
				<verse number="13">анчах та ҫакна усал шухӑшпа туман пулсассӑн, вӑл Турӑ ирӗк панипе унӑн алли айне лекнӗ пулсассӑн, [вӗлерекеннине] тарса хӑтӑлмашкӑн Эпӗ сан патӑнта вырӑн кӑтартса хурӑп;</verse>
				<verse number="14">эхер те кам та кам ҫывӑх ҫыннине вӗлерес тесех ултавлӑн вӗлерет [унтан парне вырӑнӗ патне тарса пырать] пулсассӑн, ӑна Манӑн парне вырӑнӗ патӗнчен те вӗлерме тытса кай.</verse>
				<verse number="15">Кам та кам хӑйӗн ашшӗне е хӑйӗн амӑшне ҫапать, ӑна вӗлерме тытса памалла.</verse>
				<verse number="16">Кам [Израиль ывӑлӗсен] ҫыннине вӑрласа, [ӑна чура туса] сутса ярать е ҫав ҫынни ун патӗнче тупӑнать, ӑна вӗлерме тытса памалла.</verse>
				<verse number="17">Кам та кам хӑйӗн ашшӗне е хӑйӗн амӑшне усал сӑмах калать, ӑна вӗлерме тытса памалла.</verse>
				<verse number="18">[Иккӗн] вӑрҫнӑ чухне пӗр ҫынни тепӗрне чулпа е чышкӑпа ҫапас пулсассӑн, лешӗ вилмест, анчах унӑн вырӑнпа выртмалла пулсассӑн,</verse>
				<verse number="19">кайран ури ҫине тӑрса, килӗнчен туя ҫине тӗренсе туха пуҫласассӑн, [ӑна] ҫапаканни вилӗме тивӗҫлӗ пулмӗ; унӑн ӗнтӗ ҫыннин ӗҫӗ чарӑнса тӑнӑшӑн тата ӑна эмелленӗшӗн тӳлемелле.</verse>
				<verse number="20">Эхер те кам та кам хӑйӗн арҫын чурине е хӗрарӑм тарҫине патакпа ҫапас пулсассӑн, лешӗсем унӑн алли айӗнчех вилсе кайсассӑн, ӑна хаса памалла;</verse>
				<verse number="21">эхер те вӗсем пӗр кунран е икӗ кунран ура ҫине тӑрсассӑн ӑна хаса памалла мар, мӗншӗн тесессӗн ку унӑн кӗмӗлӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла;</verse>
				<verse number="23">эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар,</verse>
				<verse number="24">куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар,</verse>
				<verse number="25">ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.</verse>
				<verse number="26">Кам та пулин хӑйӗн арҫын чурине е хӗрарӑм тарҫине куҫӗнчен ҫапса ӑна сиен тӑвать пулсассӑн, вӑл вӗсене куҫшӑн ирӗке кӑларса ятӑр;</verse>
				<verse number="27">хӑйӗн арҫын чурин е хӗрарӑм чурин шӑлне ҫапса ҫӗмӗрчӗ пулсассӑн, вӑл вӗсене шӑлшӑн ирӗке кӑларса ятӑр.</verse>
				<verse number="28">Эхер те вӑкӑр арҫынна е хӗрарӑма вӗлермеллех сӗкес пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, унӑн ашне ҫимелле мар; вӑкӑр хуҫи айӑплӑ мар;</verse>
				<verse number="29">эхер те вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшнӗ пулсассӑн, хуҫи ҫакна пӗле тӑркач ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑкӑрӗ арҫынна е хӗрарӑма вӗлернӗ пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, хуҫине вӗлерме тытса памалла;</verse>
				<verse number="30">вӗлерес вырӑнне тӳлеттермелле тунӑ пулсассӑн, ӑна мӗнле хак хунӑ, унӑн хӑйӗн чунӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.</verse>
				<verse number="31">Ывӑлне сӗксе вӗлерет-и, хӗрне сӗксе вӗлерет-и — ӑна ҫакӑ саккун тӑрӑхах айӑпламалла.</verse>
				<verse number="32">Вӑкӑр арҫын чурана е хӗрарӑм чурана сӗксе вӗлерес пулсассӑн, вӗсен хуҫине вӑтӑр сикль кӗмӗл тӳлемелле, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле.</verse>
				<verse number="33">Эхер те кам та пулин шӑтӑк уҫса хурсассӑн е шӑтӑк алтса ӑна витмесӗр хӑварсассӑн, унта вӑкӑр е ашак кӗрсе ӳксессӗн,</verse>
				<verse number="34">шӑтӑк хуҫи тӳлеме тивӗҫлӗ, унӑн выльӑх хуҫине кӗмӗл памалла, вилли вара ӑна пулӗ.</verse>
				<verse number="35">Эхер те камӑн та пулин вӑкӑрӗ кӳрши вӑкӑрне вӗлермеллех сӗксе пӑрахсассӑн, чӗрӗ вӑкӑрне сутчӑр та унӑн хакне ҫурмалла уйӑрччӑр; вӗлернине те ҫурмалла уйӑрччӑр;</verse>
				<verse number="36">анчах вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшни паллӑ пулнӑ пулсассӑн, унӑн хуҫи [ҫавна илтсе те] ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑл вӑкӑршӑн вӑкӑр тӳлеме тивӗҫлӗ, вилнӗ вӑкӑрӗ вара хӑйне пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Кам та пулин вӑкӑр е сурӑх вӑрласа ӑна пусас е сутса ярас пулсассӑн, пӗр вӑкӑршӑн пилӗк вӑкӑр, пӗр сурӑхшӑн тӑватӑ сурӑх тӳлӗ.</verse>
				<verse number="2">Кам та пулин вӑрттӑн алтакан вӑрра курса ӑна вӗлермеллех ҫапас пулсассӑн, ӑна юншӑн айӑпламӗҫ;</verse>
				<verse number="3">анчах та ҫакна хӗвел ҫутинче тунӑ пулсассӑн, юншӑн айӑплӑ пулӗ. Вӑрлаканни тӳлеме тивӗҫлӗ; тӳлеме нимӗн те ҫук пулсассӑн, хӑй вӑрланӑ япалишӗн тӳлеме ӑна хӑйне сутчӑр;</verse>
				<verse number="4">[ӑна тытнӑ пулсассӑн,] вӑрланӑ выльӑхӗ — вӑкӑр-и, ашак-и, сурӑх-и — унӑн аллинче чӗрӗ халлӗн тупӑнсассӑн, [вӗсемшӗн] икӗ хут ытларах тӳлетӗр.</verse>
				<verse number="5">Эхер те кам та пулин хӑйӗн выльӑхне ют хире ярса хире е иҫӗм ҫырли пахчине таптатса пӗтерсессӗн, [унти ҫимӗҫне кура хӑйӗн хирӗнчен тӳлетӗр; пӗтӗм хире таптатса тухас пулсассӑн,] хӑйӗн хирӗнчи чи лайӑх ҫимӗҫне, иҫӗм пахчинчи чи лайӑх ҫимӗҫне патӑр.</verse>
				<verse number="6">Эхер те вут-ҫулӑм тухса йывӑҫ тӗмӗсене хыпса илсессӗн, ҫӗмелсене е тырра-пулла, е хире ҫунтарса ярсассӑн, уншӑн ҫав вут-ҫулӑма кӑлараканни тӳлеме тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="7">Эхер те кам та пулин хӑйӗн кӗмӗлне е япалине ҫывӑх ҫыннине упрама парсассӑн, вӗсене унӑн килӗнчен вӑрласа тухсассӑн, эхер те вӑрри тупӑнсассӑн, вӑл икӗ хут ытларах тӳлетӗр;</verse>
				<verse number="8">вӑрри тупӑнмасассӑн, ҫурт хуҫи тӳресем умне пытӑр та: «ҫывӑх ҫыннӑн япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе [тупа тутӑр].</verse>
				<verse number="9">Кирек мӗнле тавлӑ япала пирки те — вӑкӑр-и вӑл, ашак-и, сурӑх-и, тумтир-и, ҫухалнӑ япала-и — кам та пулин «ку манӑн» тесе калать пулсассӑн, иккӗшӗн ӗҫне те тӳресем патне ҫитермелле: тӳресем кама айӑплаҫҫӗ, ҫавӑ тепӗр ҫыннине икӗ хут ытларах тӳлетӗр.</verse>
				<verse number="10">Кам та пулин хӑйӗн ашакне е вӑкӑрне, е сурӑхне, е тата урӑх выльӑхне ҫывӑх ҫынни патне парса хӑварсассӑн, выльӑхӗ вилес пулсассӑн е амансассӑн, е ӑна тытса кайсассӑн, анчах ҫакна никам та куракан-тӑвакан пулмасассӑн,</verse>
				<verse number="11">илсе юлаканӗ «ҫын япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе Турӑ умӗнче тупа тутӑр; вара выльӑх хуҫин ҫакӑнпа ҫырлахмалла, лешӗн тӳлемелле мар;</verse>
				<verse number="12">хӑй патӗнченех вӑрласа тухас пулсассӑн, унӑн выльӑх хуҫине тӳлемелле пулать;</verse>
				<verse number="13">эхер те тискер кайӑк ҫурса пӑрахас пулсассӑн, ӗнентермешкӗн ҫурнӑ выльӑхне илсе пырса кӑтарттӑр: ҫурса пӑрахнӑ выльӑхшӑн вӑл тӳлемест.</verse>
				<verse number="14">Эхер те кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен выльӑх тара илсессӗн, анчах выльӑхӗ суранланас е вилес пулсассӑн, хуҫи унта пулман пулсассӑн, тара илекенни тӳлеме тивӗҫлӗ;</verse>
				<verse number="15">хуҫи унтах пулнӑ пулсассӑн — тӳлемелле мар; выльӑхне тара илнӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ тӳлетӗр.</verse>
				<verse number="16">Кам та пулин ҫураҫман хӗре илӗртсе улталасассӑн, унпа выртса ҫывӑрсассӑн, вӑл ӑна хулӑм патӑр, [ӑна хӑй валли] качча илтӗр;</verse>
				<verse number="17">анчах ашшӗ ҫав ҫынна хӗрне пама [кӑмӑл тумасассӑн,] килӗшмесессӗн, [ашшӗне] хӗршӗн паракан хулӑм хакӗ чухлӗ кӗмӗл тӳлетӗр.</verse>
				<verse number="18">Юмӑҫсене чӗрӗ ан хӑвар.</verse>
				<verse number="19">Выльӑхпа хутшӑнакан кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса панӑ пултӑр.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне урӑх турӑсене парне кӳрекене пӗтернӗ пултӑр.</verse>
				<verse number="21">Ютран килнӗ ҫынна ан хӗсӗрле, ӑна ан пусмӑрла, эсир хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑнтӑр.</verse>
				<verse number="22">Тӑлӑх арӑмсене те, тӑлӑх ачасене те ан хӗсӗрлӗр;</verse>
				<verse number="23">эсӗ вӗсене хӗсӗрлесессӗн, вӗсем Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗҫ те, Эпӗ вӗсем йӗнине илтӗп,</verse>
				<verse number="24">вара Манӑн ҫиллӗм тулса ҫитӗ, сире хӗҫпе вӗлерсе тухӑп, арӑмӑрсем тӑлӑх арӑм пулса юлӗҫ, ачӑрсем тӑлӑха тӑрса юлӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Манӑн халӑхӑм хушшинчи чухӑна укҫа кивҫен паратӑн пулсассӑн, ӑна ан хӗсӗрле, унран услам ан ил.</verse>
				<verse number="26">Эхер те хӑвӑн ҫывӑх ҫыннунтан салук тумтир илсе юлсассӑн, ӑна хӗвел анса лариччен тавӑрса пар,</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн тесессӗн вӑл — унӑн пӗртен-пӗр витӗнкӗҫӗ, унӑн ӳтне витсе тӑракан тумтирӗ: унсӑр вӑл мӗн витӗнсе ҫывӑрӗ? вӑл Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, Эпӗ илтӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="28">Халӑху хушшинче тӳресене ан хурла, пуҫлӑха ан питле.</verse>
				<verse number="29">Хӑвӑн анкартинчи малтан пуҫтарса кӗртнӗ тырруна, малтан пухнӑ ҫырлуна [Мана парассине] вӑраха ан яр. Хӑвӑн ывӑлусенчен малтан ҫуралнине Мана пар;</verse>
				<verse number="30">хӑвӑн вӑкӑру, сурӑху [тата ашаку] тӗлӗшӗнчен те ҫавнах ту: ҫичӗ кунччен вӗсем амӑшӗпе ҫӳреччӗр, саккӑрмӗш кунне вӗсене Мана пар.</verse>
				<verse number="31">Вара Манӑн сӑваплӑ ҫыннӑмсем пулатӑр; хирте тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑх ашне ан ҫийӗр, ӑна йытта парӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Пушӑ сӑмаха ан итле. Сутра суя кӳнтелесе, ирсӗр ҫынна ан пулӑш.</verse>
				<verse number="2">Ушкӑн хыҫҫӑн кайса усал ан ту, тавлӑ ӗҫе татса панӑ чухне ушкӑн хыҫҫӑн кайса чӑнлӑхран ан пӑрӑн;</verse>
				<verse number="3">ҫынни чухӑн пулнишӗнех ун хутне ан кӗр.</verse>
				<verse number="4">Хӑвӑн тӑшманун вӑкӑрне е унӑн аташса кайнӑ ашакне тупсассӑн, ӑна ун патне илсе пыр;</verse>
				<verse number="5">эхер те тӑшманун ашакӗ хӑй ҫине тиенӗ ҫӑкӗ йывӑррипе ӳкнине курас пулсассӑн, ӑна пӑрахса ан кай; хуҫине ашакне пушатма пулӑш.</verse>
				<verse number="6">Чухӑн ҫыннун тавӑҫне йӑнӑш татса ан пар.</verse>
				<verse number="7">Тӗрӗсмарлӑхран пӑрӑн, айӑпсӑр ҫынна, тӳрӗ ҫынна ан вӗлер, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ йӗркесӗр ҫынна тӳрре кӑлармастӑп.</verse>
				<verse number="8">Сӗрев ан йышӑн, мӗншӗн тесессӗн сӗрев куҫлӑ ҫыннах суккӑр тӑвать, тӳррисен ӗҫне тӳнтерле кӑтартать.</verse>
				<verse number="9">Ютран килнӗ ҫынна ан кӳрентер, [ӑна ан хӗсӗрле]: ютран килнӗ ҫыннӑн чунне эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑн ҫӗрне ултӑ ҫул акса ҫимӗҫ пуҫтарса тӑр,</verse>
				<verse number="11">ҫиччӗмӗш ҫулне ӑна кантарма хӑвар, унпа чухӑнсем тӑранса пурӑнччӑр, вӗсем хыҫҫӑн юлнипе хирти кайӑксем тӑранччӑр; хӑвӑн иҫӗм ҫырли пахчипе ҫу йывӑҫӗ тӗлӗшӗнчен те ҫаплах ту.</verse>
				<verse number="12">Ултӑ кун ӗҫӳсене ту, ҫиччӗмӗш кунне кан; вӑкӑру та, ашаку та канччӑр, хӑрхӑмун ывӑлӗшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та канӑҫ пултӑр.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ сире мӗн каланине пурне те туса пырӑр, урӑх турӑсен ятне ан асӑнӑр; вӑл санӑн ҫӑварунтан ан тухтӑр.</verse>
				<verse number="14">Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту:</verse>
				<verse number="15">тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр;</verse>
				<verse number="16">хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту.</verse>
				<verse number="17">Санӑн мӗнпур арҫынну ҫулталӑкра виҫӗ хутчен Патша умне, [хӑвӑн] Ҫӳлхуҫу умне, пырса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="18">[Эпӗ суя тӗнпе пурӑнакансене санӑн умӑнтан хӑваласа ярса санӑн ҫӗрне анлӑлатсассӑн,] Мана кӳнӗ парненӗн юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Мана кӳнӗ уяв парнийӗн ӑш ҫӑвӗ ирччен юлмалла мар.</verse>
				<verse number="19">Хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинчен малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫуртне пырса пар. Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер.</verse>
				<verse number="20">Акӑ сана ҫул ҫинче сыхласа пымашкӑн, сана [сан валли] Хам хатӗрлесе хунӑ вырӑна кӗртмешкӗн Эпӗ сан умӑнтан [Хамӑн] Ангела яратӑп;</verse>
				<verse number="21">Унӑн умӗнче хӑвна тӗрӗс тыт, Унӑн сӑмахне итле; Ӑна хирӗҫ ан тӳрменлен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сирӗн ҫылӑхӑра каҫармӗ: Унра — Манӑн ятӑм.</verse>
				<verse number="22">[Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн каланине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Манӑн халалӑма упрасассӑн, эсир пур йӑх хушшинчен суйласа илнӗ халӑхӑм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн; эсир патша тивлетне илнӗ священниксем пулатӑр, сӑваплӑ халӑхӑм пулатӑр. Ҫак сӑмахсене Израиль ывӑлӗсене каласа пар.] Эсӗ Унӑн сӑмахне итлесессӗн, Эпӗ [хӑвна] мӗн каланине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Эпӗ санӑн тӑшманусен тӑшманӗ пулӑп, сана хирӗҫ тӑракансенӗн хирӗҫ тӑраканӗ пулӑп.</verse>
				<verse number="23">Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырса сана аморрейсем, хетсем, ферезейсем, ханаансем, (гергесейсем,) евейсем тата иевусейсем патне ертсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсене [сирӗн умӑртан] пӗтерсе тухсассӑн,</verse>
				<verse number="24">эсӗ вӗсен туррисене ан пуҫҫап, вӗсемшӗн ан ӗҫле, вӗсен ӗҫӗсем евӗрлӗ ӗҫ ан ту, аркат вӗсене, юписене ишсе антар:</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара санӑн тырру-пуллуна, [санӑн эрехне,] санӑн шывна пиллӗ; сирӗн ҫинчен чир-чӗре сирсе ярӑп.</verse>
				<verse number="26">Санӑн ҫӗрӳнте вӑхӑтсӑр ҫуратакан, ача туман арӑм пулмӗ; санӑн кунҫулна ҫителӗклӗ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="27">Хамӑн сехреме сан умӑнтан ярӑп, эсӗ кирек мӗнле халӑх патне ҫитсессӗн те, ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп, пур тӑшманна та каялла ҫавӑрса тартӑп;</verse>
				<verse number="28">сан умӑнтан сӑвӑслан ярӑп, вӗсем [аморрейсене,] евейсене, [иевусейсене,] ханаансене тата хетсене сан патӑнтан хӑваласа ярӗҫ;</verse>
				<verse number="29">ҫӗр пушанса ан юлтӑр тесе, сана хирӗҫ хир кайӑкӗсем йышлӑланса ан кайччӑр тесе вӗсене сан патӑнтан пӗр ҫултах хӑваласа кӑлармӑп:</verse>
				<verse number="30">эсӗ ӗрчесе ҫитсе ҫак ҫӗре ху аллуна иличчен вӗсене сан патӑнтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑваласа пырӑп.</verse>
				<verse number="31">Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн;</verse>
				<verse number="32">вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту;</verse>
				<verse number="33">вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Унтан Вӑл Моисее каланӑ: Ааронпа иксӗр, Надавпа Авиуд тата Израилӗн ҫитмӗл пуҫлӑхӗ Ҫӳлхуҫа патне улӑхӑр, [Ҫӳлхуҫана] аякран пуҫҫапӑр;</verse>
				<verse number="2">Моисей Ҫӳлхуҫа патне пӗччен ҫывӑхартӑр, вӗсем ан ҫывӑхарччӑр, халӑх та унпа пӗрле ан улӑхтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Моисей пынӑ та Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, мӗнпур саккуна пурне те халӑха каласа панӑ. Пӗтӗм халӑх пӗр ҫӑвартан хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр, [кӳнтем пулӑпӑр,] тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пурне те ҫырса хунӑ, унтан ирхине ирех тӑрса ту айне парне вырӑнӗ туса лартнӑ, Израилӗн вуникӗ йӑхӗн хисепӗпе вуникӗ чул лартнӑ;</verse>
				<verse number="5">вара Израиль ывӑлӗсен яш ачисене янӑ та, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе килнӗ, пӑрусем пусса Ҫӳлхуҫа [Турра] канӑҫлӑх парни кӳнӗ.</verse>
				<verse number="6">Юнӑн ҫуррине илсе, Моисей ӑна тирӗксене янӑ, тепӗр ҫуррипе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ;</verse>
				<verse number="7">унтан халал кӗнекине илнӗ те халӑха сасӑпа вуласа кӑтартнӑ, вӗсем: Ҫӳлхуҫа мӗн каланине пурне те тӑвӑпӑр, кӳнтем пулӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Моисей юн илнӗ те халӑха сирпӗтсе каланӑ: ку — ҫак пӗтӗм сӑмаха ҫирӗплетсе, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе ҫураҫса хунӑ халалӑн юнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Унтан Моисейпе Аарон, Надавпа Авиуд тата Израилӗн ҫитмӗл пуҫлӑхӗ ту ҫине улӑхнӑ,</verse>
				<verse number="10">вӗсем Израиль Турри [тӑнӑ вырӑна] курнӑ; Унӑн ури айӗнче темӗскер, таса сапфиртан тунӑ евӗрлӗскер, чӑн тӳпе пекех ҫутӑскер, пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Израиль ывӑлӗсем хушшинчен суйланӑ ҫынсем ҫине Хӑйӗн аллине тӑсман Вӑл: вӗсем Турӑ [вырӑнне] курнӑ, ӗҫнӗ те, ҫинӗ те.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман патӑма ту ҫине улӑх та ҫавӑнта тӑр; сана чул хӑмасем парӑп, саккун, ӳкӗтсем парӑп, Эпӗ вӗсене сире вӗрентме ҫырнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Моисей вара Иисуспа, хӑйне пулӑшса тӑраканпа, тӑнӑ та Турӑ тӑвӗ ҫине кайнӑ,</verse>
				<verse number="14">пуҫлӑхсене ҫапла каласа хӑварнӑ: эпир хӑвӑр патӑра таврӑниччен эсир ҫакӑнтах юлӑр; акӑ Ааронпа Ор сирӗнпе пӗрлех; камӑн та пулин тавӑҫ пулсассӑн, вӑл ҫавсем патне пытӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара Моисей ту ҫине улӑхнӑ, тӑва пӗлӗт хупласа илнӗ,</verse>
				<verse number="16">Синай тӑвӗ ҫине Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ аннӑ; пӗлӗт ӑна ултӑ кун хушши хупласа тӑнӑ, ҫиччӗмӗш кунне [Ҫӳлхуҫа] Моисее пӗлӗт ӑшӗнчен чӗннӗ.</verse>
				<verse number="17">Израиль ывӑлӗсене ту тӑрринчи Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм пек курӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Моисей, пӗлӗт варрине кӗрсе, ту ҫине улӑхнӑ; Моисей ту ҫинче хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем Мана парне кӳччӗр; тимлӗ пулнипе паракан кирек хӑш ҫынран та Ман валли парне илӗр.</verse>
				<verse number="3">Эсир вӗсенчен илме тивӗҫлӗ парнесем акӑ ҫаксем: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр,</verse>
				<verse number="4">сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм ҫӑм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон, качака [ҫӑмӗ],</verse>
				<verse number="5">хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ,</verse>
				<verse number="6">ҫутаткӑҫ валли — йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫу сӗрмешкӗн тата тӗтӗрмешкӗн — ырӑ шӑршӑлӑх,</verse>
				<verse number="7">оникс чулӗ, ефодпа кӑкӑрлӑх валли — харша лартмалли чулсем.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем Ман валли кӗлӗ ҫурчӗ тӑвӗҫ те, Эпӗ вӗсем хушшинче пулӑп;</verse>
				<verse number="9">Эпӗ сана кӗлӗ чатӑрӗн ӗлкине те, унти пӗтӗм савӑт ӗлкине те кӑтартрӑм, пурне те Эпӗ кӑтартнӑ пек [тӑвӑр]; ҫавӑн пек тӑвӑр та.</verse>
				<verse number="10">Ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тӑвӑр: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр;</verse>
				<verse number="11">ӑна таса ылтӑн сӑр, тулашӗнчен те, шалтан та сӑрса тух; ҫиелтен ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр;</verse>
				<verse number="12">ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса ту, вӗсене унӑн аялти тӑватӑ кӗтессине ҫирӗплетсе ларт: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне.</verse>
				<verse number="13">Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑрса ҫавӑр;</verse>
				<verse number="14">каштисене арчан икӗ айккинчи ункӑсене тӑхӑнтарт, саккун арчине ҫапла каштапа ҫӗклесе ҫӳремелле пултӑр;</verse>
				<verse number="15">каштисем арча ункисенчех тӑччӑр, вӗсене кӑларса хумалла мар.</verse>
				<verse number="16">Арчана Эпӗ сана парас чул хӑмасене хур.</verse>
				<verse number="17">Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ;</verse>
				<verse number="18">тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт;</verse>
				<verse number="19">пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр;</verse>
				<verse number="20">херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="21">Хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хур, арчине Эпӗ сана парас саккун хӑмисене хур;</verse>
				<verse number="22">Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп, Израиль ывӑлӗсене сан урлӑ мӗн каламаллине пурне те Эпӗ сана арча хупӑлчи ҫийӗнчен, саккун арчи ҫийӗнчи икӗ херувим хушшинчен пӗлтерсе тӑрӑп.</verse>
				<verse number="23">Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр,</verse>
				<verse number="24">ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр;</verse>
				<verse number="25">ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту;</verse>
				<verse number="26">ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар;</verse>
				<verse number="27">сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла;</verse>
				<verse number="28">каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ;</verse>
				<verse number="29">ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту;</verse>
				<verse number="30">сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.</verse>
				<verse number="31">Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр;</verse>
				<verse number="32">унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен;</verse>
				<verse number="33">пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр;</verse>
				<verse number="34">ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр;</verse>
				<verse number="35">ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр];</verse>
				<verse number="36">улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла.</verse>
				<verse number="37">Ун валли ҫичӗ лампада ту, лампадисене ун ҫине ларт, вӗсем унӑн мал енне ҫутатса тӑччӑр;</verse>
				<verse number="38">ун валли таса ылтӑнран хӗскӗчсем, ӑскӑчсем [ту];</verse>
				<verse number="39">ҫутаткӑҫа, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран туччӑр.</verse>
				<verse number="40">Асту, вӗсене хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Кӗлӗ чатӑрне вунӑ вителӗкрен ту, вӗсене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тата сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран ту; ӑстайлӑ ӗҫлесе вӗсем ҫине херувимсен сӑнне ӳкер;</verse>
				<verse number="2">кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике — пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ.</verse>
				<verse number="3">Пилӗк вителӗкне пӗр-пӗринпе сыпӑнтар, ытти пилӗк вителӗкне те пӗр-пӗринпе сыпӑнтар.</verse>
				<verse number="4">Пӗрремӗш вителӗк хӗррине, икӗ тӑрӑхне сыпӑнтарса тӑракан вӗҫне, сенкер йӑлӑ туса тух; икӗ тӑрӑхне сыпӑнтаракан юлашки вителӗк хӗррине те ҫавӑн пекех ту;</verse>
				<verse number="5">пӗр вителӗк ҫумне аллӑ йӑлӑ ту, тепӗринпе сыпӑнса тӑракан вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ ту; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пултӑр;</verse>
				<verse number="6">тата аллӑ ылтӑн каптӑрма ту та пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хур, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="7">Кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗксене качака ҫӑмӗнчен ту; ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк ту;</verse>
				<verse number="8">пӗр вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, сарлакӑшӗ тӑватӑ чике; ку — пӗр вителӗк: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пултӑр.</verse>
				<verse number="9">Пилӗк вителӗкне — хӑйне уйрӑм, ултӑ вителӗкне хӑйне уйрӑм сыпӑнтар; улттӑмӗш вителӗкне, ҫурмаран хутлатса, кӗлӗ чатӑрӗн мал енне витсе тӑмалла ту.</verse>
				<verse number="10">Хӗрринчи вителӗк хӗррине ӑна тепӗринпе сыпӑнтарма аллӑ йӑлӑ ту, ҫакӑнпа сыпӑнтарма тепӗр вителӗк хӗррине аллӑ йӑлӑ [ту].</verse>
				<verse number="11">Аллӑ пӑхӑр каптӑрма ту, каптӑрмисене йӑллисенчен ҫаклат, ҫапла ҫивиттине сыпӑнтар, вӑл пӗр пӗтӗм пултӑр.</verse>
				<verse number="12">Кӗлӗ чатӑрне витнӗ хыҫҫӑн юлнӑ ытлашши вӗҫне — ытлашши вителӗкӗн ҫуррине — кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енне усӑнтарса ярӑр;</verse>
				<verse number="13">кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗк тӑршшӗнчен ытлашши юлни, — пӗр енчен пӗр чике чухлӗ, тепӗр енчен тепӗр чике чухлӗ, — кӗлӗ чатӑрне витсе тӑмашкӑн пӗр енчен те, тепӗр енчен те усӑнса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="14">Ҫиелтен витмелли виттине хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсенчен ту, чи ҫиелти виткӗчне кӑвак тирсенчен ту.</verse>
				<verse number="15">Кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен пӑрӑссем ту, вӗсем тӑратмалли юпасем пулччӑр:</verse>
				<verse number="16">тӑршшӗне вунӑ чике [ту], кашни пӑрӑсӗн сарлакӑшӗ чике ҫурӑ;</verse>
				<verse number="17">кашни пӑрӑсӗн [вӗҫӗнче] икӗ чӗмек, вӗсем пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗтӗм пӑрӑсне ҫапла ту.</verse>
				<verse number="18">Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс,</verse>
				<verse number="19">ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту;</verse>
				<verse number="20">кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту,</verse>
				<verse number="21">вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп;</verse>
				<verse number="22">кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту,</verse>
				<verse number="23">кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту;</verse>
				<verse number="24">вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр;</verse>
				<verse number="25">ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ.</verse>
				<verse number="26">Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту: пилӗк [кашта] кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли,</verse>
				<verse number="27">пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли тата пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗ хыҫӗнчи, хыҫал енӗн хӗвеланӑҫ енчи пӑрӑсӗсем валли;</verse>
				<verse number="28">витӗр ямалли кашти вара пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити витӗр тухӗ;</verse>
				<verse number="29">пӑрӑсӗсене ылтӑн сӑр, каштасем чикмелли ункӑсене ылтӑнран ту, каштисене те ылтӑн сӑр.</verse>
				<verse number="30">Кӗлӗ чатӑрне хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ларт.</verse>
				<verse number="31">Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав ту; ун ҫинче ӑстайлӑн тӗртсе тунӑ херувим сӑнӗсем пулччӑр;</verse>
				<verse number="32">чаршава ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, ылтӑн сӑрнӑ, ылтӑн ҫекӗллӗ, тӑватӑ кӗмӗл тӗп ҫине лартнӑ тӑватӑ юпаран ҫак;</verse>
				<verse number="33">чаршава ҫекӗлсенчен ҫакса яр; унтан чаршав хыҫне саккун арчи кӗртсе ларт; чаршав сӑваплӑ пӳлӗмпе Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме уйӑрса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="34">Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри саккун арчи ҫине, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арча ҫине, хупӑлчине хур.</verse>
				<verse number="35">Чаршав тулашне сӗтел ларт, сӗтеле хирӗҫ кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне ҫутаткӑҫ ларт; сӗтелне [кӗлӗ чатӑрӗн] ҫурҫӗр енне ларт.</verse>
				<verse number="36">Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе чаршав ту;</verse>
				<verse number="37">чаршав валли пилӗк ситтим юпа ту, вӗсене ылтӑн сӑр; вӗсем валли ылтӑн ҫекӗлсем ту; вӗсем валли пӑхӑртан пилӗк тӗп шӑратса ту.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Ситтим йывӑҫӗнчен парне вырӑнӗ ту: тӑршшӗ пилӗк чике, сарлакӑшӗ те пилӗк чике пултӑр, вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ, виҫӗ чике ҫӳллӗш пултӑр.</verse>
				<verse number="2">Унӑн тӑватӑ кӗтессине мӑйракасем ту, мӑйракисем унран тухса тӑччӑр; ӑна пӑхӑр сӑр.</verse>
				<verse number="3">Унта тыткалама кӗл ямалли чӳлмексем, калаксем, чашӑксем, юплешкесем, кӑмрӑк ӑскӑчӗсем ту; ҫак хатӗр-хӗтӗре пурне те пӑхӑртан ту.</verse>
				<verse number="4">Тата пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке ту, ҫав ала евӗрлӗскерӗн тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ пӑхӑр ункӑ ту;</verse>
				<verse number="5">ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе хурса ҫавӑр, вӑл аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитмелле пултӑр.</verse>
				<verse number="6">Парне вырӑнӗ валли каштасем ту, каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене пӑхӑр сӑр;</verse>
				<verse number="7">каштисене ункӑсенчен витӗрсе хур, парне вырӑнне ҫӗклесе кайнӑ чухне каштисем унӑн икӗ айккинче пулччӑр.</verse>
				<verse number="8">Ӑна, шалта хӑвӑл хӑварса, хӑмаран ту: сана ту ҫинче епле кӑтартнӑ, [ӑна] ҫавӑн пек туччӑр.</verse>
				<verse number="9">Кӗлӗ чатӑрӗ валли картиш ту: картишӗн кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла, пӗр енчи тӑршшӗ ҫӗр чике пулмалла;</verse>
				<verse number="10">вӗсем валли ҫирӗм юпа, юписене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем кӗмӗл пулччӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн пекех ҫурҫӗр енче те — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑ; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем [тата вӗсен тӗпӗсем] кӗмӗл пулччӑр.</verse>
				<verse number="12">Картиш урлӑшӗ валли, хӗвеланӑҫ енне — аллӑ чике тӑршшӗ карӑ; вӗсем валли вунӑ юпа, юписене лартма вунӑ тӗп.</verse>
				<verse number="13">Картишӗн мал енчи урлӑшӗ валли те, хӗвелтухӑҫ енне — аллӑ чике тӑршшӗ [карӑ]; [вӗсем валли вунӑ юпа, юписене лартма вунӑ тӗп].</verse>
				<verse number="14">Пӗр енчи карӑсен [ҫӳллӗшӗ] вунпилӗк чике пултӑр, вӗсем валли виҫӗ юпа, юписене лартма виҫӗ тӗп;</verse>
				<verse number="15">тепӗр енчи карӑсен [ҫӳллӗшӗ те] вунпилӗк [чике] пултӑр, вӗсем валли виҫӗ юпа, юписене лартма виҫӗ тӗп.</verse>
				<verse number="16">Картишне кӗмелли ҫӗре ҫакмалли чаршавӑн [ҫӳллӗшӗ] ҫирӗм чике пултӑр, ӑна сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе тумалла; ун валли тӑватӑ юпа, юписене лартма тӑватӑ тӗп кирлӗ.</verse>
				<verse number="17">Картиш тавра лартнӑ юпасене пурне те кӗмӗл хытаркӑчпа сыпӑнтармалла; вӗсен ҫекӗлӗсене — кӗмӗлрен, тӗпӗсене пӑхӑртан тумалла.</verse>
				<verse number="18">Картиш тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ пур ҫӗрте те аллӑ чике, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ карррисен ҫӳллӗшӗ пилӗк чике; юписен тӗпӗсем пӑхӑр пулччӑр.</verse>
				<verse number="19">Кӗлӗ чатӑрӗнче тӗрлӗ ӗҫре тыткалакан пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те, унӑн пӗтӗм шалчине те, картишӗн пӗтӗм шалчине те пӑхӑртан тумалла.</verse>
				<verse number="20">Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: ҫутӑ ҫутмашкӑн вӗсем сана ҫу йывӑҫӗн ҫырлинчен ҫапса юхтарнӑ таса ҫу кӳрсе тӑччӑр, ҫутаткӑҫ пур вӑхӑтра та ҫунса тӑтӑр;</verse>
				<verse number="21">ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем каҫран пуҫласа ирччен Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫунтарса тӑрӗҫ. Ҫакӑ Израиль ывӑлӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пултӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Хӑвӑн пиччӳне Аарона, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑв патна ил, вӑл Манӑн священник пултӑр; Аарона, Аарон ывӑлӗсене Надава, Авиуда, Елеазара тата Ифамара ил.</verse>
				<verse number="2">Аарон валли, хӑвӑн пиччӳ валли, мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн священник тумтирӗ ту.</verse>
				<verse number="3">Ӑстайлисене, Эпӗ ӑслӑлӑхлӑ [тата хайлаллӑ] тунисене, пурне те кала: вӗсем Аарон валли ӑна Манӑн священникӑм пулма халалланӑ чухне тӑхӑнтартма [священник] тумтирӗ туччӑр.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем тумалли тумтирсем акӑ ҫаксем: кӑкӑрлӑх, ефод, ҫиелти риза, тӑваткал куҫлӑ хитон, кидар тата пиҫиххи. Аарон пиччӳ валли, унӑн ывӑлӗсем валли сӑваплӑ тумтирсем туччӑр, вӑл Манӑн священникӑм пултӑр.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем ылтӑн илччӗр, сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон илччӗр,</verse>
				<verse number="6">ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑ ӗҫлесе ефод туччӑр.</verse>
				<verse number="7">Унӑн икӗ вӗҫне ҫыхӑнтарма икӗ хулпуҫҫи ҫинче те тӑха пултӑр.</verse>
				<verse number="8">Ефод ҫийӗнчен ҫыхакан пиҫиххие те ҫавӑн пекех [таса] ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла.</verse>
				<verse number="9">Икӗ оникс чулӗ ил те вӗсем ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыр:</verse>
				<verse number="10">вӗсем ҫуралса пынӑ йӗркепе пӗр чулӗ ҫине вӗсен ултӑ ятне, тепӗр чулӗ ҫине ыттисен ултӑ ятне касса ҫыр;</verse>
				<verse number="11">чул пичет касса тӑвакан ҫынна икӗ чул ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыртар; вӗсене ылтӑн харшана ларт,</verse>
				<verse number="12">ҫакӑ икӗ чула ефод тӑхисем ҫине ҫыпӑҫтарса ларт: ку чулсем Израиль ывӑлӗсене асӑнмалӑх; вӗсене асра тытса тӑмашкӑн Аарон вӗсен ячӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче йӑтса ҫӳрӗ.</verse>
				<verse number="13">Харшийӗсене [таса] ылтӑнран ту;</verse>
				<verse number="14">таса ылтӑнранах икӗ вӑчӑра [ту], вӗсене явса-ҫыхса ту, ҫав явса тунӑ вӑчӑрасене [мал енчен хулпуҫҫи ҫинчи] харшасем ҫумне ҫирӗплетсе хур.</verse>
				<verse number="15">Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту;</verse>
				<verse number="16">вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр;</verse>
				<verse number="17">ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки;</verse>
				<verse number="18">иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз;</verse>
				<verse number="19">виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист;</verse>
				<verse number="20">тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла.</verse>
				<verse number="21">Израиль ывӑлӗсен [вуникӗ ячӗ] шучӗпе, вӗсен ячӗсене [тата вӗсем хӑҫан ҫуралнине] кура ҫав чулсем [унӑн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче] вуниккӗ пулмалла; пичет ҫине ҫырнӑ пек, кашнийӗ ҫине вуникӗ йӑхран пӗрер ят касса ҫырмалла.</verse>
				<verse number="22">Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса-ҫыхса вӑчӑрасем ту;</verse>
				<verse number="23">кӑкӑрлӑх валли тата ылтӑнран икӗ ункӑ ту, икӗ [ылтӑн] ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса ларт;</verse>
				<verse number="24">ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ икӗ вӑчӑрана кӑкӑрлӑхӑн [икӗ] вӗҫӗнчи икӗ ункине тир,</verse>
				<verse number="25">икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтар та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енӗнчен ҫыхӑнтар;</verse>
				<verse number="26">тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та кӑкӑрлӑхӑн аялти икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтар;</verse>
				<verse number="27">ҫавӑн пекех тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та вӗсене ефодӑн икӗ енне, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех ҫирӗплетсе хур;</verse>
				<verse number="28">кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, кӑкӑрлӑха ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтармалла.</verse>
				<verse number="29">Вара Аарон сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне Ҫӳлхуҫа умӗнче ялан асра тытмашкӑн Израиль ывӑлӗсен ячӗсене сут кӑкӑрлӑхӗ ҫинче хӑйӗн чӗри ҫумӗнче илсе ҫӳрӗ. [Сут кӑкӑрлӑхне явса тунӑ вӑчӑрасемпе ҫыхӑнтар, кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне те ҫапла ҫыхӑнтар, харшаланӑ икӗ чула икӗ хулпуҫҫи ҫинчи икӗ тӑхапа мал енчен ҫыпӑҫтар.]</verse>
				<verse number="30">Сут кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хур, Аарон [сӑваплӑ пӳлӗме] Ҫӳлхуҫа умне кӗнӗ чухне вӗсем унӑн чӗри ҫумӗнче пулӗҫ; Аарон вара Израиль ывӑлӗсен сутне яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн чӗри ҫумӗнче илсе ҫӳрӗ.</verse>
				<verse number="31">Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту;</verse>
				<verse number="32">унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн;</verse>
				<verse number="33">унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем:</verse>
				<verse number="34">риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр;</verse>
				<verse number="35">ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.</verse>
				<verse number="36">Лайӑх якатса таса ылтӑнран пӗчӗкҫӗ ҫутанкка ту, пичет ҫине касса ҫырнӑ пек, ун ҫине «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» тесе касса ҫыр,</verse>
				<verse number="37">ӑна сенкер кантрапа кидар ҫумне ҫыхса хур, вӑл кидарӑн мал енче пултӑр;</verse>
				<verse number="38">вӑл Ааронӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ, вара Аарон Израиль ывӑлӗсем кӳрекен парнесен, вӗсем кӳрекен мӗнпур парнесен ҫитменлӗхӗсене хӑй ҫинче илсе ҫӳрӗ; Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫав ҫутанкка яланах унӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ.</verse>
				<verse number="39">Тата виссонран хитон ту, виссонранах кидар ту тата эрешлӗ пиҫиххи ту.</verse>
				<verse number="40">Аарон ывӑлӗсем валли те — мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн — хитонсем ту, пиҫиххисем ту, вӗсем валли пуҫ ҫыххийӗсем ту;</verse>
				<verse number="41">ҫавна Аарон пиччӳне тата унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те тӑхӑнтарт, вӗсене ҫу сӗр, вӗсен аллисене тултар, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӗсем Манӑн священникӑмсем пулӗҫ.</verse>
				<verse number="42">Вӗсем валли йӗтӗнрен аялти кӗпе ту, вӑл вӗсен ӳчӗн ҫарамасне пилӗкрен пуҫласа чӗркуҫҫийӗ таран витсе тӑтӑр,</verse>
				<verse number="43">пуху чатӑрне кӗнӗ чухне е сӑваплӑ вырӑнта кӗлӗ тумашкӑн парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне [хӑйсем ҫине] ҫылӑх илсе вилес мар тесессӗн, Аарон ҫинче тата унӑн ывӑлӗсем ҫинче ҫак тумсем пулччӑр. Ҫакӑ уншӑн хӑйшӗн те, ун хыҫҫӑн пулас ӑрӑвӗсемшӗн те ӗмӗрлӗх йӗрке [пултӑр], тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Вӗсене Манӑн священниксем пулма халаллас тесессӗн, вӗсем тӗлӗшӗнчен санӑн акӑ мӗн тумалла: ӗне выльӑхран пӗр пӑру ил, айӑпсӑр икӗ така ил,</verse>
				<verse number="2">тата тутлӑлла ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем ил: вӗсене тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫер,</verse>
				<verse number="3">вӗсене пӗр пӗрнене хурса, пӗрнепе илсе пыр, пӑрупа икӗ такине те пӗрлех илсе пыр.</verse>
				<verse number="4">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене вара пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре илсе пыр та вӗсене шывпа ҫуса тасат.</verse>
				<verse number="5">Вара [сӑваплӑ] тумтирсем илсе, Аарона хитонпа ҫиелти риза, ефодпа кӑкӑрлӑх тӑхӑнтарт, ефод ҫинчен пиҫиххи ҫыхса яр;</verse>
				<verse number="6">пуҫне кидар тӑхӑнтарт, кидарӗ ҫине тасалӑх тивлетне кӑтартакан ҫутанкка ҫыпӑҫтар;</verse>
				<verse number="7">унтан сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те унӑн пуҫӗ ҫине юхтар, ӑна ҫу сӗр.</verse>
				<verse number="8">Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене те хитон тӑхӑнтарт;</verse>
				<verse number="9">вӗсене, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, пиҫиххи ҫыхса яр, пуҫ ҫыххийӗсем ҫых, вара йӗрке тӑрӑх священник пуласси ӗмӗрех вӗсене пулӗ; ҫапла Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллине тултар.</verse>
				<verse number="10">Пӑрӑва пуху чатӑрӗ умне илсе пыр, [Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче] Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр;</verse>
				<verse number="11">пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте пус;</verse>
				<verse number="12">пӑру юнне ил те пӳрнӳпе парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тух, [юлашки] юнне пӗтӗмпех парне вырӑнӗн никӗсӗ умне тӑк;</verse>
				<verse number="13">ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвӗпе пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне ил те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар;</verse>
				<verse number="14">пӑру ашне, унӑн тирне, унӑн тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр: ку — ҫылӑхшӑн кӳнӗ парне.</verse>
				<verse number="15">Пӗр такине ил те, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ;</verse>
				<verse number="16">вара такана пус та, унӑн юнне илсе, парне вырӑнне пур енчен те сирпӗтсе тух;</verse>
				<verse number="17">такана касса пайла, унӑн ӑшчиккине, ури тунине [шывпа] ҫу, вӗсене касса вакланӑ пайӗсем ҫине, унӑн пуҫӗ ҫине хур;</verse>
				<verse number="18">вара такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса яр. Ку — Ҫӳлхуҫашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ырӑ шӑршӑллӑ парне.</verse>
				<verse number="19">Тепӗр такине те илсе пыр, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ;</verse>
				<verse number="20">вара такана пус та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, унӑн ывӑлӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине сӗр тата вӗсен сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине сӗр; унтан парне вырӑнне пур енчен те юн сирпӗтсе тух;</verse>
				<verse number="21">парне вырӑнӗ ҫинчи юна тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне ил те Аарон ҫине, унӑн тумтирӗ ҫине, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем ҫине, ывӑлӗсен тумтирӗ ҫине сирпӗт — вара вӑл та, унӑн тумтирӗ те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, вӗсен тумтирӗсем те тасалӑх тивлечӗ илӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Така ҫӑвӗпе хӳре чикки ҫӑвне ил, ӑшӗнчи ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне ил [мӗншӗн тесессӗн вӑл — священник тивлетне панӑ чухне кӳрекен така],</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа умӗнчи пӗрнерен пӗр ҫаврака ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ пӗр пашалу тата пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр ил,</verse>
				<verse number="24">вара пурне те Аарон алли ҫине, унӑн ывӑлӗсен алли ҫине хур, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр;</verse>
				<verse number="25">ӑна вӗсен алли ҫинчен ил те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепе пӗрле ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫа умӗнче пултӑр: ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.</verse>
				<verse number="26">Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ;</verse>
				<verse number="27">Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр —</verse>
				<verse number="28">ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.</verse>
				<verse number="29">Аароншӑн тунӑ сӑваплӑ тумтир ун хыҫҫӑн кайран унӑн ывӑлӗсене тивӗҫӗ; вӗсене ҫав тумтире тӑхӑнтартса, ҫу сӗрсе, священник тивлетне парӗҫ;</verse>
				<verse number="30">Аарон ывӑлӗсенчен пӗри, унӑн вырӑнне пулас [аслӑ] священник — сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тумашкӑн пуху чатӑрне кӗрес ҫын — ҫав тумтире ҫичӗ кун хушши тӑхӑнса ҫӳремелле.</verse>
				<verse number="31">Парне такине ил те унӑн ашне сӑваплӑ ҫӗрте пӗҫер;</verse>
				<verse number="32">Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫав така ашне тата пӗрнерен ҫӑкӑр илсе пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ҫиччӗр:</verse>
				<verse number="33">вӗсен хӑйсене тасатнӑ чухне, хӑйсене священник пулма халалланӑ чухне тата хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнене хӑйсенех ҫимелле; ӑна урӑх ҫын ан ҫитӗр, вӑл сӑваплӑ япала;</verse>
				<verse number="34">священника кӗртнӗ чухнехи парне ашӗпе ҫӑкӑр ирччен юлас пулсассӑн, юлашкине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр: ӑна ҫиме юрамасть, вӑл сӑваплӑ япала.</verse>
				<verse number="35">Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен пурне те Эпӗ хӑвна хушнӑ пек ту; ҫичӗ кун хушши вӗсен аллине тултар.</verse>
				<verse number="36">Вӗсене тасатмашкӑн кулленех ҫылӑхшӑн пӑру кӳрсе тӑр, парне вырӑнне тасатмашкӑн ун ҫинче ҫылӑх парни кӳр, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна тата ҫу сӗр;</verse>
				<verse number="37">парне вырӑнне ҫичӗ кун тасат, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ: парне вырӑнне сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ.</verse>
				<verse number="38">Парне вырӑнӗ ҫинче эсӗ акӑ ҫакна кӳрӗн: [яланхи парне валли] куллен-кун вӗҫӗмех [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи икӗ путек кӳрӗн;</verse>
				<verse number="39">пӗр путеккине ирхине кӳр, тепӗр путеккине каҫхине кӳр,</verse>
				<verse number="40">путек пуҫне чӗрӗк гин чухлӗ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне тата парне ҫине юхтармашкӑн чӗрӗк гин эрех илсе кил;</verse>
				<verse number="41">тепӗр путеккине каҫхине кӳр: ирхинехи пекех, ҫӑнӑх парнипе тата парне ҫине юхтармаллипе пӗрле кӳр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр.</verse>
				<verse number="42">Ҫакӑ — сирӗн сыпӑкран сыпӑка пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли яланхи парне, санпа калаҫмашкӑн Эпӗ сире ҫавӑнта курӑнӑп;</verse>
				<verse number="43">Израиль ывӑлӗсене ҫавӑнта курӑнӑп, ҫав вырӑн Манӑн мухтавлӑхӑмпа сӑваплӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="44">Пуху чатӑрӗпе парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳрӗп; Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те, священниксем туса, Хамшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн тасалӑх тивлечӗ парӑп;</verse>
				<verse number="45">Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп,</verse>
				<verse number="46">вара вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑйсенӗн Турри, иккенне, Эпӗ вӗсене Хам вӗсем хушшинче пурӑнассишӗн Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнине пӗлӗҫ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Тата тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗ ту, ӑна ситтим йывӑҫӗнчен ту:</verse>
				<verse number="2">унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике пултӑр; вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ пулмалла; ҫӳллӗшӗ унӑн икӗ чике пултӑр; унран мӑйракисем тухса тӑччӑр;</verse>
				<verse number="3">ӑна таса ылтӑн сӑр, ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те сӑр; ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑр;</verse>
				<verse number="4">кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине [таса] ылтӑнран икӗ ункӑ ту; унӑн икӗ енне те ҫапла ту; вӗсем ӑна ҫӗклесе ҫӳремешкӗн, каштисене тӑхӑнтартмашкӑн пулӗҫ;</verse>
				<verse number="5">каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене ылтӑн сӑр.</verse>
				<verse number="6">Ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав умне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи ҫинчи хупӑлчана хирӗҫ ларт, Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп.</verse>
				<verse number="7">Ун ҫинче Аарон ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрӗ; кашни ир, лампадӑсем хатӗрленӗ чухне, вӑл ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ;</verse>
				<verse number="8">каҫхине лампадӑсем ҫутнӑ чухне те Аарон ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ: Ҫӳлхуҫа умӗнче яланах сыпӑкран сыпӑка ҫапла тӗтӗрсе тӑрӑр.</verse>
				<verse number="9">Ун ҫинче урӑх нимӗн те ан ҫунтарӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне те, тырӑ-пулӑ парни те ан пултӑр, ун ҫине юхтарса паракан парне те ан юхтарӑр.</verse>
				<verse number="10">Аарон ҫулталӑкра пӗрре унӑн мӑйракисене тасатса тӑрӗ; ӑна ҫылӑхран тасатма кӳрекен парне юнӗпе ҫулталӑкра пӗрре ӗмӗрех сыпӑкран сыпӑка тасатса тӑрӗ. Ку — Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ сӑваплӑ япали, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="12">эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ;</verse>
				<verse number="13">шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле;</verse>
				<verse number="14">шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ;</verse>
				<verse number="15">хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла;</verse>
				<verse number="16">Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="18">ҫӑвӑнмашкӑн пӑхӑр савӑт ту, унӑн тӗпне те пӑхӑртан ту, ӑна пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ларт, унта шыв яр;</verse>
				<verse number="19">Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллине, урине ҫавӑнтан ҫуса тӑччӑр;</verse>
				<verse number="20">вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа пуху чатӑрне кӗмелле чухне вӗсем шывпа ҫӑвӑнса тасалччӑр; парне вырӑнӗ патне Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла чухне те</verse>
				<verse number="21">вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен аллине, урине шывпа ҫуса тасатчӑр; ҫакӑ вӗсемшӗн, уншӑн тата унӑн тӑхӑмӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="23">чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш,</verse>
				<verse number="24">пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил;</verse>
				<verse number="25">ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="26">вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине,</verse>
				<verse number="27">сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне,</verse>
				<verse number="28">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух;</verse>
				<verse number="29">вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ;</verse>
				<verse number="30">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла.</verse>
				<verse number="31">Израиль ывӑлӗсене кала: ку Манӑн сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ пулӗ, те;</verse>
				<verse number="32">ӑна ытти ҫынсен ӳтне сӗрме юрамасть, ӑна тунӑ хутӑшран [хӑвӑр валли] ун пек ҫу ан тӑвӑр; вӑл — сӑваплӑ япала: сирӗншӗн вӑл сӑваплӑ япала пулмалла;</verse>
				<verse number="33">эхер те кам та пулин ҫавӑн пек ҫу тӑвать е кам та пулин унпа урӑх ҫынна сӗрет, ҫавна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ырӑ шӑршӑлӑх: стакти, оних, тутлӑ шӑршӑллӑ халван тата таса ливан ил, пурне те пӗр пек ил,</verse>
				<verse number="35">ҫавсенчен вара, сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе, ӑвнӑ, тасатнӑ, тӗтӗрмелли сӑваплӑ хутӑш ту,</verse>
				<verse number="36">ӑна тӳсе вӗтет те пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ сана курӑнакан ҫӗре, хур: ку сирӗншӗн аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ;</verse>
				<verse number="37">ҫавӑн пек хутӑштарса хӑвӑр валли тӗтӗрмелли ан тӑвӑр: санӑн вӑл Ҫӳлхуҫа валли сӑваплӑ япала пултӑр;</verse>
				<verse number="38">кам та пулин ҫавӑн пек тӗтӗрмелли тусассӑн, [ҫав чуна] хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп;</verse>
				<verse number="3">Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм,</verse>
				<verse number="4">ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума,</verse>
				<verse number="5">харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм;</verse>
				<verse number="6">акӑ Эпӗ ӑна хӑйне пулӑшса тӑмашкӑн Аголиава — Дан йӑхӗн ҫыннине, Ахисамах ывӑлне — паратӑп, кашни ӑслӑ ҫын чӗрине ӑслӑлӑх хывӑп, вӗсем Эпӗ сана мӗн хушнине пурне те туса ҫитерччӗр:</verse>
				<verse number="7">пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн хупӑлчине, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне,</verse>
				<verse number="8">сӗтелпе унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне,</verse>
				<verse number="9">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне,</verse>
				<verse number="10">Аарон священникӑн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тата сӑваплӑ тумтирне, унӑн ывӑлӗсенӗн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне,</verse>
				<verse number="11">сӗрмелли ҫӑва, сӑваплӑ пӳлӗмре ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине — вӗсем пурне те Эпӗ сана хушнӑ пек тӑвӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ:</verse>
				<verse number="13">Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ парса тӑракан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлтерсе тӑмашкӑн Манпала сирӗн хушшӑмӑра сыпӑкран сыпӑка хунӑ хӑват палли;</verse>
				<verse number="14">шӑматкуна уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ: кам ӑна ирсӗрлентерет, ҫавна вӗлермелле туччӑр; кам ҫав кун ӗҫ ӗҫлет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр;</verse>
				<verse number="15">ултӑ кун ӗҫ ӗҫлеччӗр, ҫиччӗмӗшӗ — канӑҫлӑх шӑмачӗ, ӑна Ҫӳлхуҫана халалланӑ: шӑматкун ӗҫ ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса паччӑр;</verse>
				<verse number="16">Израиль ывӑлӗсем шӑматкуна упраччӑр, ӗмӗрлӗхе панӑ халал вырӑнне хурса, сыпӑкран сыпӑка уявласа тӑччӑр;</verse>
				<verse number="17">ку — Манпа Израиль ывӑлӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе хунӑ паллӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре ултӑ кун пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ, канӑҫлӑ тунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">[Турӑ] Синай тӑвӗ ҫинче Моисейпе калаҫма чарӑнсассӑн, ӑна Хӑй пӗлтернине ҫырнӑ икӗ хӑма, чул хӑмасем, панӑ; ҫав хӑмасем ҫине Турӑ Хӑй аллипе ҫырнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Моисей ту ҫинчен вӑрахчен анманнине курсассӑн, халӑх Аарон патне пухӑннӑ та ӑна каланӑ: тӑр та пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Аарон вӗсене каланӑ: хӑвӑр арӑмӑрсен, ывӑлӑрсен, хӗрӗрсен хӑлхисенчен ылтӑн алкисене кӑларса илӗр те ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Пӗтӗм халӑх хӑйӗн хӑлхисенчи ылтӑн алкасене кӑларса илнӗ те Аарон патне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те шӑратса пӑру кӗлетки тунӑ, ӑна каскӑчпа якатнӑ. Вара вӗсем: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавна курсассӑн, Аарон унӑн умне парне вырӑнӗ лартса панӑ, унтан Аарон пӗлтернӗ: ыран Ҫӳлхуҫа уявӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Тепӗр кунне вӗсем ирех тӑнӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳнӗ, канӑҫлӑх парнисем илсе пынӑ; вара халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: васка [кунтан] анмашкӑн, мӗншӗн тесессӗн санӑн халӑху, эсӗ Египетран илсе тухнӑ халӑху, пӑсӑлса кайрӗ;</verse>
				<verse number="8">Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ: хӑйсем валли пӑру кӗлетки шӑратса турӗҫ, ӑна пуҫҫапрӗҫ, ӑна парне кӳчӗҫ: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! терӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: Эпӗ ку халӑха куратӑп, акӑ вӑл — чурӑс халӑх;</verse>
				<verse number="10">эппин, Ман патӑмран кай, Манӑн ҫиллӗм вӗсем ҫине тӑвӑлса ҫиттӗр, вӗсене пӗтерем те санран йышлӑ халӑх ӗрчетем, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ,</verse>
				<verse number="12">Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ;</verse>
				<verse number="13">Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа вара Хӑй халӑхӗ ҫине сехмет ярӑп тесе каланине улӑштарнӑ.</verse>
				<verse number="15">Моисей каялла ҫаврӑнса ту ҫинчен аннӑ; унӑн аллинче саккун ҫырнӑ икӗ [чул] хӑма пулнӑ, икӗ енне те ҫырнӑ пулнӑ: пӗр енне те, тепӗр енне те ҫырнӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="16">чул хӑмасем Турӑ ӗҫӗ пулнӑ, чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ ҫырусем те Турӑ ҫырӑвӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Иисус шавлакан халӑх сассине илтнӗ те Моисее каланӑ: тапӑрта вӑрҫӑ шавӗ илтӗнет, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Анчах [Моисей]: ҫук, ку ҫӗнтерекенсем кӑшкӑрни те мар, ӳкекеннисем ҫухӑрни те мар; эпӗ юрлакансен сассине илтетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Тапӑр патне ҫывӑхарсассӑн, пӑру кӗлеткине тата ташлакансене курсассӑн, унӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, вӑл, аллинчи чул хӑмасене ҫӗре вӑркӑнтарса, вӗсене ту айӗнче ҫапса ҫӗмӗрнӗ;</verse>
				<verse number="20">унтан вӑл вӗсем тунӑ пӑрӑва илнӗ те ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, ӑна, тусан пек ӑвса, шыва сапнӑ та шывне Израиль ывӑлӗсене ӗҫме панӑ.</verse>
				<verse number="21">Моисей Аарона каланӑ: ку халӑх сана мӗн турӗ, мӗншӗн эсӗ ӑна пысӑк ҫылӑха кӗртрӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Анчах Аарон [Моисее] каланӑ: манӑн хуҫамӑн ҫилли тулса ан ҫиттӗрччӗ; хӑвах пӗлетӗн — ку халӑх чарусӑр.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем мана: пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн пире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ вӗсене: камӑн ылтӑн пур, хӑвӑр ҫинчен хывӑр, терӗм. [Вӗсем хыврӗҫ те] мана пачӗҫ; эпӗ ӑна вутта пӑрахрӑм та, ҫакӑ пӑру пулса тӑчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Моисей ӗнтӗ ҫакӑ халӑх чарусӑр иккенне курнӑ, Аарон ирӗк панипе вӑл чарусӑрла хӑтланнӑ, тӑшманӗсем умӗнче намӑса юлнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вара Моисей тапӑр хапхи умне тӑнӑ та: хӑшӗ Ҫӳлхуҫанӑн, [кил] ман патӑма! тенӗ. Ун патне Левий ывӑлӗсем пурте пухӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Моисей вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри, ҫапла калать: кашнийӗ хӑйӗн хӗҫне вӗче ҫумне ҫакса ярӑр, тапӑр тӑрӑх пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне ҫитиччен каллӗ-маллӗ утса тухӑр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, кашнийӗ хӑйӗн тусне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерӗр, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Левий ывӑлӗсем Моисей каланӑ пек тунӑ: ҫав кун халӑхран виҫӗ пин ҫынна яхӑн пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="29">Мӗншӗн тесессӗн Моисей [вӗсене] каланӑ: паянхи кун хӑвӑр ывӑлӑр урлӑ, хӑвӑр тӑванӑр урлӑ аллӑра Ҫӳлхуҫана халаллӑр, Вӑл сире паян пиллӗх ятӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Тепӗр кунне Моисей халӑха каланӑ: эсир пысӑк ҫылӑх турӑр; эпӗ Ҫӳлхуҫамӑр патне улӑхам, сирӗн ҫылӑхӑра каҫарттарса пулмӗ-и, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Моисей каялла Ҫӳлхуҫа патне таврӑннӑ та каланӑ: эй [Ҫӳлхуҫамӑм!] ҫак халӑх пысӑк ҫылӑх турӗ: хӑй валли ылтӑн турӑ турӗ;</verse>
				<verse number="32">вӗсен ҫылӑхне каҫарсам, каҫармастӑн пулсассӑн — мана та Хӑвӑн кӗнекӳнтен, Хӑв ҫырса хунӑ ҫӗртен, кӑларса пӑрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман умӑмра ҫылӑха кӗнӗ ҫынна Хамӑн кӗнекемрен кӑларса пӑрахӑп;</verse>
				<verse number="34">эппин, кай, [аяла ан,] ҫакӑ халӑха Эпӗ хӑвна каланӑ ҫӗре ертсе кай; акӑ Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырӗ, Хам пырас кун Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн пырса пӑхӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Аарон туса панӑ пӑрушӑн Ҫӳлхуҫа халӑха пӗтерсе тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: тапран, хӑв та, эсӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ халӑх та Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «ӑна санӑн йӑхна парӑп» тесе тупа тунӑ ҫӗре кайӑр;</verse>
				<verse number="2">сан умӑнтан [Хамӑн] Ангелӑма ярӑп, ханаансене, аморрейсене, хетсене, ферезейсене, [гергесейсене,] евейсене тата иевусейсене хӑваласа ярӑп,</verse>
				<verse number="3">[вӑл сире] сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре [илсе] ҫитерӗ; Хам Эпӗ, сире чурӑс халӑх пулнӑран ҫул ҫинче пӗтерсе пӑрахас мар тесе, сирӗн хушшӑрта пымӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫакӑ хаяр сӑмаха илтсессӗн, пӗтӗм халӑх йӗрсе янӑ, пӗри те эрешӗсене ҫакман-тӑхӑнман.</verse>
				<verse number="5">Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсене кала: эсир чурӑс халӑх; сирӗн хушшӑрта пырас пулсассӑн, Эпӗ сире пӗр самантра пӗтерсе пӑрахӑп; эппин, эрешӗрсене хӑвӑр ҫийӗртен хывӑр; Эпӗ сире мӗн тумаллине курам, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Израиль ывӑлӗсем Хорив тӑвӗ патӗнче хӑйсен эрешӗсене хывса хунӑ.</verse>
				<verse number="7">Моисей тапӑр тулашне, тапӑртан аякра, хӑй валли чатӑр лартнӑ, вӑл ӑна пуху чатӑрӗ тенӗ; Ҫӳлхуҫана шыракан кашни ҫынах тапӑр тулашӗнче ларакан пуху чатӑрне пынӑ.</verse>
				<verse number="8">Моисей кӗлӗ чатӑрне кайма тухсассӑн пӗтӗм халӑх ура ҫине тӑнӑ, кашнийӗ, хӑйӗн чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑрса, Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗрсе кайичченех ун хыҫӗнчен пӑхса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗрсессӗн, пӗлӗт юпа анса кӗлӗ чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑнӑ, вара [Ҫӳлхуҫа] Моисейпе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="10">Кӗлӗ чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче тӑракан пӗлӗт юпана пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ; пӗтӗм халӑх ура ҫинче тӑнӑ, кашнийӗ хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче кӗлтуса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Моисейпе куҫа-куҫӑн, туспала тус калаҫнӑ пек, калаҫнӑ; унтан Моисей тапӑра таврӑннӑ; ӑна итлесе, ӑна ӗҫлесе тӑракан Иисус вара — Нав ывӑлӗ, яш ача — кӗлӗ чатӑрӗнчен хӑпман.</verse>
				<verse number="12">Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: акӑ Эсӗ мана: ертсе кай ҫакӑ халӑха, тетӗн, Эсӗ: «Эпӗ сана ятранах пӗлетӗп, эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн» терӗн пулин те, манпа пӗрле кама ярассине уҫса памарӑн;</verse>
				<verse number="13">эппин, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, йӑлӑнатӑп: Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам мана, Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн эпӗ Сана пӗлсе ҫитем; асту-ха: ҫакӑ ҫынсем санӑн халӑху-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">[Ҫӳлхуҫа ӑна] каланӑ: [сан умӑнтан] Эпӗ Хам пырӑп, сана канӑҫлӑха илсе кӗрӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">[Моисей] Ӑна каланӑ: [пирӗнпе пӗрле] Эсӗ Хӑв пымастӑн пулсассӑн, пире кунтан илсе те ан тух,</verse>
				<verse number="16">эпӗ тата Санӑн халӑху Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупнине эпир ӑҫтан пӗлӗпӗр-ха? Эсӗ пирӗнпе пӗрле пынинчен мар-и? ун чухне эпӗ тата Санӑн халӑху ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та чаплӑрах пулӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Эпӗ эсӗ каланине тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн, Эпӗ сана ятран пӗлсе тӑратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">[Моисей] каланӑ: Хӑвӑн мухтавлӑхна кӑтарт мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">[Ҫӳлхуҫа Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн пӗтӗм мухтавлӑхӑма сан умӑнтан ирттерсе ярӑп, Яхве ятӑма сан умӑнта пӗлтерӗп, кама каҫармаллине — каҫарӑп, кама хӗрхенмеллине — хӗрхенӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Унтан Вӑл тата каланӑ: санӑн Манӑн сӑнӑма курма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн Мана курнӑ ҫын чӗрӗ юлаймӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Турӑ тата каланӑ: акӑ Манӑн ҫывӑхӑма, ҫакӑ чул ҫине, тӑр;</verse>
				<verse number="22">Хамӑн мухтавлӑхӑм иртнӗ чухне Эпӗ сана чул ҫурӑкне тӑратӑп та Хам иртсе кайиччен сана аллӑмпа витсе тӑрӑп;</verse>
				<verse number="23">аллӑма илсессӗн, эсӗ Мана хыҫран курса юлӑн, Манӑн сӑнӑм [сана] курӑнмӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп;</verse>
				<verse number="2">ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр;</verse>
				<verse number="3">санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Моисей малтанхи чулсем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса тунӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, ирхине ирех тӑрса Синай тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; аллинче икӗ чул хӑма тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вара Ҫӳлхуҫа пӗлӗт ӑшӗнче аннӑ та унта унӑн ҫывӑхне чарӑнса Яхве ятне каласа пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа, унӑн умӗнчен иртсе кайса, кӑшкӑрса каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ,</verse>
				<verse number="7">[тӳрӗлӗхе] упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен [кӑтартса тӑракан], айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан, анчах хаса памасӑр хӑварман, ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене, ачисен ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитичченех хаса паракан Турӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Моисей ҫав самантрах ҫӗре ӳксе [Турра] пуҫҫапнӑ та</verse>
				<verse number="9">каланӑ: эй Патшамӑр, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Патшамӑр пирӗн хушшӑмӑрта пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн ку чурӑс халӑх; пирӗн йӗркесӗр ӗҫсене, пирӗн ҫылӑхсене каҫар, пире Хӑвӑн еткерӳ ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">[Ҫӳлхуҫа Моисее] каланӑ: акӑ Эпӗ халал хыватӑп: санӑн пӗтӗм халӑху умӗнче халиччен пӗтӗм ҫӗр ҫинче те, нимӗнле халӑх умӗнче те пулман хӑватсем тӑвӑп; вара санпа пыракан пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа ӗҫне курӗ; Эпӗ саншӑн тӑвасси хӑрушӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ сана халӗ мӗн хушнине астуса тӑр: акӑ Эпӗ сан умӑнтан аморрейсене, ханаансене, хетсене, ферезейсене, евейсене, [гергесейсене] тата иевусейсене хӑваласа яратӑп;</verse>
				<verse number="12">асту, ху пырса кӗрес ҫӗрти ҫынсемпе килӗшӳ ан ту, вӗсем сирӗн хушшӑрта таната пулса ан тӑччӑр.</verse>
				<verse number="13">Вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене ҫӗмӗрӗр, юписене аркатӑр, вӗсенӗн сӑваплӑ теекен катисене касса тухӑр, [вӗсен туррисен кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр],</verse>
				<verse number="14">санӑн Ҫӳлхуҫа [Турӑсӑр] пуҫне урӑх турра пуҫҫапмалла мар, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ячӗ — «Кӗвӗҫекен»; Вӑл кӗвӗҫекен Турӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫав ҫӗрте пурӑнакансемпе килӗшӳ ан ту: вӗсем хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланнӑ чухне, хӑйсен туррисене чӳк парни кӳнӗ чухне сана ан чӗнччӗр, вӗсен парнисене санӑн та астивмелле ан пултӑр;</verse>
				<verse number="16">вӗсен хӗрӗсене хӑвӑн ывӑлусем валли качча ан ил, [хӑвӑн хӗрӳсене те вӗсен ывӑлӗсене качча ан пар,] вӗсен хӗрӗсем, хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса, санӑн ывӑлусене те хӑйсен туррисем енне ҫавӑрса вӗсене аскӑнланас енне ан яччӑр.</verse>
				<verse number="17">Хӑвӑн валли шӑратса тӑвакан турӑ ан ту.</verse>
				<verse number="18">Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне уяса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, авив уйӑхӗн палӑртнӑ вӑхӑтӗнче ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Египетран авив уйӑхӗнче тухрӑн.</verse>
				<verse number="19">Вар уҫса ҫуралакансене пурне те Мана пар, вар уҫса тухакан ар выльӑха та, вӑкӑрсемпе такасене, Мана пар;</verse>
				<verse number="20">малтан ҫуралнӑ ашака путекпе улӑштар, улӑштармастӑн пулсассӑн, уншӑн тӳлес пулать; хӑвӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлусемшӗн пуриншӗн те хак тӳле; Манӑн умӑма пушӑ алӑпа ан пыччӑр.</verse>
				<verse number="21">Ултӑ кун ӗҫле, ҫиччӗмӗш кунне кан; тырӑ акнӑ вӑхӑтра та, вырнӑ вӑхӑтра та кан.</verse>
				<verse number="22">Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту;</verse>
				<verse number="23">ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр,</verse>
				<verse number="24">Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.</verse>
				<verse number="25">Мана кӳнӗ парне юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Пасха уявӗн парнине ирччен ан хӑварӑр.</verse>
				<verse number="26">Хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫе Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне илсе пыр. Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ҫакӑ сӑмахсене ҫырса хур, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сӑмахсем урлӑ Эпӗ санпа тата Израильпе халал хыватӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Унта Ҫӳлхуҫа патӗнче [Моисей] хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен; чул хӑмасем ҫине [Моисей] халал сӑмахӗсем, вунӑ ӳкӗт, ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="29">Синай тӑвӗ ҫинчен аннӑ чухне, саккун ҫырнӑ икӗ чул хӑмана аллинче тытса ту ҫинчен аннӑ чухне, Моисей хӑйпе Турӑ калаҫнӑран пичӗ ҫуталса-ялтӑраса тӑнине пӗлмен.</verse>
				<verse number="30">Ааронпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Моисее курнӑ та — акӑ унӑн пичӗ ялтӑраса тӑрать, вара вӗсем ун патне пыма хӑранӑ.</verse>
				<verse number="31">Моисей вӗсене чӗнсе илнӗ те, Ааронпа халӑх пуҫлӑхӗсем пурте ун патне пырса тӑнӑ, Моисей вӗсемпе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫакӑн хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем пурте [ун патне] ҫывӑхарнӑ, вӑл вӗсене Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче хӑйне мӗн каланине пӗтӗмпех каласа панӑ.</verse>
				<verse number="33">Вӗсемпе калаҫма чарӑнсассӑн, Моисей хӑйӗн питне пӗркенчӗкпе хупланӑ.</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫапа калаҫмашкӑн Ун патне кӗнӗ чухне Моисей пӗркенчӗкне хывнӑ, унтан тухиччен те витӗнмен; тухсассӑн, [хӑйне Ҫӳлхуҫа] мӗн каланине Израиль ывӑлӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ.</verse>
				<verse number="35">Израиль ывӑлӗсем Моисей пичӗ ялтӑраса тӑнине курнӑ, Моисей вара Ҫӳлхуҫапа калаҫма кӗричченех питне пӗркенчӗкпе витсе ҫӳренӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пухнӑ та вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ:</verse>
				<verse number="2">ултӑ кун ӗҫӗрсене тӑвӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ сирӗн сӑваплӑ пулмалла, Ҫӳлхуҫашӑн канӑҫлӑх шӑмачӗ пултӑр: ҫав кун ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса парӗҫ;</verse>
				<verse number="3">пӗр килӗр-ҫуртӑрта та шӑматкун вут ан чӗртӗр. [Эпӗ Ҫӳлхуҫа], терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ:</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр,</verse>
				<verse number="6">сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ,</verse>
				<verse number="7">хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ,</verse>
				<verse number="8">ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх,</verse>
				<verse number="9">оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Сирӗн хушшӑрти ӑстайлӑ кирек хӑш ҫын та килтӗр те Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пурне те тутӑр:</verse>
				<verse number="11">кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, унӑн ҫиелти виткӗчне, ҫекӗлӗсемпе пӑрӑсӗсене, каштисене, юписемпе унӑн тӗпӗсене,</verse>
				<verse number="12">саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, пӳлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулӗсене, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, сӗрмелли ҫӑва,]</verse>
				<verse number="13">сӗтелпе унӑн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Ҫӳлхуҫа умне хумалли ҫӑкӑрсене,</verse>
				<verse number="14">ҫутатса тӑмашкӑн ҫутаткӑҫпа унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, унӑн лампадисене, ҫутмалли ҫӑвне,</verse>
				<verse number="15">тӗтӗрмелли парне вырӑнӗпе унӑн каштисене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑлӑха, кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава,</verse>
				<verse number="16">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, унӑн каштисемпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне,</verse>
				<verse number="17">картиш каррисене, картиш юписемпе вӗсен тӗпӗсене, картишне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава,</verse>
				<verse number="18">кӗлӗ чатӑрӗн шалчисене, картиш шалчисене, вӗсен вӗренӗсене,</verse>
				<verse number="19">Аарон священник валли сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли кӗлӗ тумтирӗпе сӑваплӑ тумтирне тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тутӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисей патӗнчен саланнӑ.</verse>
				<verse number="21">Чӗри хушнипе, кӑмӑлӗ туртнипе ҫынсем пуху чатӑрӗ тумашкӑн, унта мӗн кирлине пурне те тумашкӑн, [пӗтӗм] сӑваплӑ тумтире тумашкӑн мӗн-мӗн кирлине илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="22">упӑшкисем арӑмӗсемпе пӗрле пынӑ, пурте чӗри хушнипе ҫӗрӗсем, алкасем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, тӗрлӗ ылтӑн япала илсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана ылтӑн кӳрес теекенӗ кашниех ҫапла тунӑ;</verse>
				<verse number="23">камӑн сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, виссон, качака ҫӑмӗ, хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем пулнӑ, вӗсем ҫавна илсе пынӑ;</verse>
				<verse number="24">кӗмӗл е пӑхӑр параканӗ кашнийӗ ӑна Ҫӳлхуҫана парне кӳме илсе пынӑ; камӑн ситтим йывӑҫӗ пулнӑ, вӑл ӑна кӗлӗ чатӑрне кирлӗ ҫӗре илсе пырса панӑ;</verse>
				<verse number="25">ӑстайлӑ хӗрарӑмсем пурте арланӑ, вара сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫип, виссон пырса панӑ;</verse>
				<verse number="26">арлама пӗлекен пур арӑм та хӑйӗн чӗри хушнипе качака ҫӑмӗ арланӑ;</verse>
				<verse number="27">халӑх пуҫлӑхӗсем ефодпа кӑкӑрлӑх валли оникс чулӗ тата харшаласа лартмалли чулсем,</verse>
				<verse number="28">ырӑ шӑршӑлӑх, ҫутаткӑҫ валли тата сӗрмелли ҫу тума, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тума йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="29">Хӑйсен чӗри хушнипе Израиль халӑхӗн пур арӗсемпе арӑмӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каласа тума хушнӑ тӗрлӗ ӗҫсем валли хӑйсем ирӗккӗн Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="30">Моисей Израиль ывӑлӗсене каланӑ: астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа илчӗ,</verse>
				<verse number="31">ӑна Турӑ Сывлӑшӗ пачӗ, тулли ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх пачӗ,</verse>
				<verse number="32">хӳхӗм пир тӗртме, ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр япаласем тума,</verse>
				<verse number="33">харшаласа лартмалли чулсем касма, йывӑҫа касса тӗрлеме тата тӗрлӗрен хитрелетмелли ӗҫсем тума вӗрентрӗ;</verse>
				<verse number="34">ыттисене вӗрентмешкӗн унӑн чӗрине те, Дан йӑхӗнчен тухнӑ Ахисамах ывӑлӗн Аголиавӑн чӗрине те пултарулӑх хыврӗ,</verse>
				<verse number="35">[сӑваплӑ пӳлӗм валли] касса эрешлекен ӑстаҫӑн тата тӗрлесе тӗртме пӗлекенӗн пур ӗҫне тума, сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ пир ҫине, виссон ҫине тӗрлеме пӗлекенӗн тӗрлӗ ӗҫне тума, тӗрлӗ япала тӗртме, хӳхӗм пусма тума пӗлекенсен ӗҫне тума Вӑл вӗсенӗн чӗрине тулли ӑслӑлӑх хыврӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Веселеилпа Аголиав ӗҫе пикеннӗ, кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ чухне тумалли пӗтӗм ӗҫе Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тумашкӑн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхпа тӑн панӑ ӑстайлӑ ҫынсем те пурте ӗҫлеме пикеннӗ.</verse>
				<verse number="2">Моисей Веселеилпа Аголиава, Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх панӑ мӗнпур ӑстайлӑ ҫынсене тата ӗҫе пуҫӑнма ӑнтӑлса тӑракансене пурне те чӗнтернӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем Израиль ывӑлӗсем кӗлӗ чатӑрӗ лартма пырса панӑ пӗтӗм парнене, ӗҫ валли кирлӗ [пӗтӗм] япалана Моисейрен илсе кайнӑ. Ҫав хушӑра ирсерен Моисей патне хӑйсем ирӗккӗн паракан парнесем леҫсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара кӗлӗ чатӑрӗ тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ ӗҫ ӗҫлекен ӑстайлӑ ҫынсем харпӑр хӑй ӗҫӗ патӗнчен пынӑ та</verse>
				<verse number="5">Моисее ҫапла тесе каланӑ: халӑх Ҫӳлхуҫа тума хушнӑ ӗҫсем валли нумай, кирлинчен те ытларах, илсе килет, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Моисей хушнипе тапӑрта ҫапла пӗлтернӗ: ӗнтӗ арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те кӗлӗ чатӑрӗ валли урӑх нимӗн те илсе ан килччӗр, тенӗ; халӑх вара парне леҫме чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Тумалли пур тӗрлӗ ӗҫ валли те хатӗрӗ ҫителӗклӗ пулнӑ, ытлашши те юлнӑ.</verse>
				<verse number="8">Кӗлӗ чатӑрӗ тӑвакан ӑстайлӑ ҫынсем пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран, сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран вунӑ вителӗк тунӑ; ӑстайлӑн ӗҫлесе вӗсем ҫине херувим сӑнӗсене ӳкернӗ;</verse>
				<verse number="9">кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике: пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл пилӗк вителӗкне пӗр-пӗринпе сыпӑнтарнӑ, ытти пилӗк вителӗкне те пӗр-пӗринпе сыпӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Пӗр вителӗкӗн тепӗринпе сыпӑнса тӑракан хӗррине сенкер тӗслӗ йӑлӑсем тунӑ; юлашки вителӗкӗн хӗррине те тепӗринпе сыпӑнтармашкӑн ҫаплах тунӑ;</verse>
				<verse number="12">пӗр вителӗк хӗррине вӑл аллӑ йӑлӑ тунӑ, вителӗк вӗҫне те тепӗринпе сыпӑнтармашкӑн аллӑ йӑлӑ тунӑ; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пулнӑ;</verse>
				<verse number="13">тата аллӑ ылтӑн каптӑрма тунӑ, пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хунӑ, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Унтан кӗлӗ чатӑрне витмешкӗн качака ҫӑмӗнчен вителӗксем тунӑ: ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк тунӑ;</verse>
				<verse number="15">вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, вителӗкӗн сарлакӑшӗ тӑватӑ чике: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Пилӗк вителӗкне вӑл хӑйне уйрӑм, ултӑ вителӗкне хӑйне уйрӑм сыпӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӗҫӗнчи вителӗк хӗррине ӑна тепӗр вителӗкпе сыпӑнтарма аллӑ йӑлӑ тунӑ, сыпӑнтармалли вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ тунӑ;</verse>
				<verse number="18">пӗр пӗтӗм ҫивитти пултӑр тесе вителӗксене сыпӑнтармашкӑн аллӑ пӑхӑр каптӑрма тунӑ.</verse>
				<verse number="19">Кӗлӗ чатӑрӗн виттине така тирӗсенчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ, чи ҫиелти виткӗчне кӑвак тирсенчен тунӑ.</verse>
				<verse number="20">Унтан кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен тӳрӗ тӑратса лартмалли пӑрӑссем тунӑ:</verse>
				<verse number="21">кашни пӑрӑсӗн тӑршшӗ вунӑ чике, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="22">кашни пӑрӑсне икшер чӗмеклӗ тунӑ, вӗсем пӗр-пӗринпе тӗлме-тӗл: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене вӑл пурне те ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="23">Кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енӗ валли ҫавӑн пек пӑрӑссем ҫирӗм тунӑ,</verse>
				<verse number="24">ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ чӗмек валли икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ чӗмек валли икӗ тӗп тунӑ;</verse>
				<verse number="25">кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енӗ валли те, ҫурҫӗр енӗ валли, ҫирӗм пӑрӑс,</verse>
				<verse number="26">хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ тӗп;</verse>
				<verse number="27">кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс тунӑ,</verse>
				<verse number="28">кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗ валли икӗ пӑрӑс тунӑ;</verse>
				<verse number="29">вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ: вӗсене иккӗшне те икӗ кӗтесе ҫапла туса лартнӑ;</verse>
				<verse number="30">ҫапла сакӑр пӑрӑс, вунултӑ кӗмӗл тӗп пулнӑ, кашни пӑрӑс айне икшер тӗп.</verse>
				<verse number="31">Унтан ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта,</verse>
				<verse number="32">кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта, кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта тунӑ;</verse>
				<verse number="33">унтан витӗр ямалли кашта тунӑ, вӑл пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиех тухнӑ;</verse>
				<verse number="34">пӑрӑссене ылтӑн сӑрнӑ, каштисене тӑхӑнтартса хумалли ункӑсене те ылтӑнран тунӑ, каштисене те ылтӑн сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="35">Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав тунӑ, ӑстайлӑн ӗҫлесе ун ҫине херувим сӑнӗсем туса тухнӑ;</verse>
				<verse number="36">чаршав валли ситтим йывӑҫӗнчен ылтӑн ҫекӗллӗ тӑватӑ юпа тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата вӗсем валли тӑватӑ кӗмӗл тӗп шӑратса тунӑ.</verse>
				<verse number="37">Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ эрешлӗ виссонран чаршав тунӑ,</verse>
				<verse number="38">ун валли ҫекӗллӗ пилӗк юпа тунӑ; вӗсенӗн тӑррисемпе хытаркӑчӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата пилӗк пӑхӑр тӗп шӑратса тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="37">
				<verse number="1">Веселеил ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тунӑ; унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ;</verse>
				<verse number="2">ӑна шалтан та, тулашӗнчен те таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑрнӑ;</verse>
				<verse number="3">ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене аялти тӑватӑ кӗтессине ҫыпӑҫтарнӑ: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне.</verse>
				<verse number="4">Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ;</verse>
				<verse number="5">саккун арчине ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн икӗ айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартнӑ.</verse>
				<verse number="6">Арча хупӑлчине таса ылтӑнран тунӑ: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ылтӑнран икӗ херувим хывса-ҫапса тунӑ: вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса лартнӑ,</verse>
				<verse number="8">пӗр херувимне — пӗр вӗҫне, тепӗр херувимне тепӗр вӗҫне туса лартнӑ; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тунӑ;</verse>
				<verse number="9">херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑнӑ, пичӗсем тӗлме-тӗл пулнӑ; херувимсен пичӗ арча хупӑлчийӗ ҫинелле пӑхнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел тунӑ: тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="11">ӑна таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл ҫавӑрнӑ;</verse>
				<verse number="12">ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑннӑ, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл тунӑ;</verse>
				<verse number="13">ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене унӑн тӑватӑ кӗтессине, тӑватӑ ури ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ;</verse>
				<verse number="14">сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳремешкӗн каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулнӑ;</verse>
				<verse number="15">сӗтеле ҫӗклесе ҫӳреме ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="16">Унтан сӗтел ҫинче тыткаламалли савӑтсем — тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, ӑсса ямалли куркасемпе чашӑксем — тунӑ, вӗсене таса ылтӑнран тунӑ.</verse>
				<verse number="17">Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ тунӑ, ӑна хывса-ҫапса тунӑ; унӑн туни пулнӑ, тунинчен турачӗсем, чечек чӑмӑрккисем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="18">унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑнӑ: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен;</verse>
				<verse number="19">пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пулнӑ;</verse>
				<verse number="20">ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулнӑ;</verse>
				<verse number="21">тунаран тухса тӑракан ултӑ туратӑн малтанхи икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма, тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма, виҫҫӗмӗш икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма пулнӑ;</verse>
				<verse number="22">улмисемпе турачӗсем унран тухса тӑнӑ; ҫутаткӑҫа пӗтӗмпех таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тунӑ.</verse>
				<verse number="23">Ун валли таса ылтӑнран ҫичӗ лампада, хӗскӗчсем, ӑскӑчсем тунӑ;</verse>
				<verse number="24">ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран тунӑ.</verse>
				<verse number="25">Ситтим йывӑҫӗнчен тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тунӑ: унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫӳллӗшӗ икӗ чике пулнӑ; унран мӑйракисем тухса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="26">ӑна — унӑн ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те — таса ылтӑн сӑрнӑ тата ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑрнӑ;</verse>
				<verse number="27">кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине икӗ ылтӑн ункӑ туса хунӑ; тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳреме каштасем чикмешкӗн вӗсене унӑн икӗ енне тунӑ;</verse>
				<verse number="28">каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="29">Тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрекен мирӑ тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли таса хутӑш хатӗрленӗ — ҫакна сӗрӗш тӑвакан ҫыннӑн ӑсталӑхӗпе тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="38">
				<verse number="1">Ситтим йывӑҫӗнчен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ тунӑ: тӑршшӗ пилӗк чике, сарлакӑшӗ пилӗк чике, тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике пулнӑ;</verse>
				<verse number="2">унӑн тӑватӑ кӗтессине мӑйракасем тунӑ, ҫапла унран мӑйракасем тухса тӑнӑ, ӑна пӑхӑр сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="3">Парне вырӑнӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тунӑ: чӳлмексем, калаксем, чашӑксем, юплешкесем, кӑмрӑк ӑскӑчӗсем; унӑн пур хатӗр-хӗтӗрне те пӑхӑртан тунӑ.</verse>
				<verse number="4">Парне вырӑнӗ валли пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке тунӑ, ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе, аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитиччен, хурса ҫавӑрнӑ,</verse>
				<verse number="5">каштасем чикме пӑхӑр решеткен тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ ункӑ тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене пӑхӑр сӑрнӑ;</verse>
				<verse number="7">парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартса хунӑ; ӑна шалта хӑвӑл хӑварса хӑмаран тунӑ.</verse>
				<verse number="8">Унтан ҫӑвӑнмалли савӑт тунӑ, ӑна пӑхӑртан тунӑ, унӑн тӗпне те пӑхӑртанах туса хитре ӳкерчӗксемпе эрешленӗ, вӑл пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна илем кӳрсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Унтан картиш тунӑ: кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ, тӑршшӗ ҫӗр чике пулнӑ;</verse>
				<verse number="10">вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп тунӑ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫурҫӗр енче — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑсем; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.</verse>
				<verse number="12">Анӑҫ енче — аллӑ чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли вунӑ юпа, вӗсене лартма вунӑ тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.</verse>
				<verse number="13">Мал енче, тухӑҫалла — аллӑ чике тӑршшӗ карӑсем.</verse>
				<verse number="14">Картиш хапхин пӗр енӗ валли — вунпилӗк чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли виҫӗ юпа, вӗсене лартма виҫӗ тӗп;</verse>
				<verse number="15">тепӗр енӗ валли те [картиш хапхин икӗ енӗпех] — вунпилӗк чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли виҫӗ юпа, вӗсене лартма виҫӗ тӗп.</verse>
				<verse number="16">Картишӗн пур енчи каррисене те пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ,</verse>
				<verse number="17">юписен тӗпӗсене — пӑхӑртан, юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ; вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, картиш юписене пурне те кӗмӗл хытаркӑчсемпе ҫыхӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="18">Картиш хапхин чаршавне сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрлесе тунӑ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ картиш каррисем пек пилӗк чике пулнӑ;</verse>
				<verse number="19">ун валли тӑватӑ юпа, юписен айне лартма тӑватӑ пӑхӑр тӗп тунӑ; вӗсен ҫекӗлӗсем кӗмӗл пулнӑ, вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, вӗсен хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.</verse>
				<verse number="20">Кӗлӗ чатӑрӗпе картиш тавра лартнӑ шалчасене пурне те пӑхӑртан тунӑ.</verse>
				<verse number="21">Моисей хушнипе, Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑнипе левитсем Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ тунӑ ӗҫре усӑ курнӑ япаласене шутласа тухнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Моисее мӗн хушнине пурне те Веселеил — Иуда йӑхӗн ҫынни, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ,</verse>
				<verse number="23">унпа пӗрле Аголиав — Дан йӑхӗн ҫынни, Ахисамах ывӑлӗ — ӗҫленӗ, вӑл эрешлесе касаканскер, ӑста тӗртме пӗлекенскер, сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ пир ҫине тата виссон пир ҫине хӳхӗм тӗрлеме пӗлекенскер пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур япалине тумашкӑн усӑ курнӑ пӗтӗм ылтӑн — парнелӗх илсе пынӑ ылтӑн — таса сикль виҫипе шутласассӑн, мӗнпурӗ ҫирӗм тӑхӑр талант та ҫичҫӗр вӑтӑр сикль пулнӑ;</verse>
				<verse number="25">халӑхӑн шута кӗнӗ ҫыннисенчен илнӗ кӗмӗл, таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр талант та пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикль пулнӑ;</verse>
				<verse number="26">апла ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын шутне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисен шутне, кӗнӗ кашни ҫын, таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫур сикль панӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӗр талант кӗмӗл сӑваплӑ вырӑнӑн тӗпӗсене тата чаршав юписен тӗпӗсене тума кайнӑ; ҫӗр талантран — ҫӗр тӗп, пӗр тӗп тума — пӗр талант;</verse>
				<verse number="28">пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикльрен вӑл юпасен ҫекӗлӗсене тунӑ, юпасен тӑррисене сӑрнӑ, вӗсем валли хытаркӑчсем тунӑ.</verse>
				<verse number="29">Парнелӗх илсе пынӑ пӑхӑрӗ ҫитмӗл талант та икӗ пин те тӑватҫӗр сикль пулнӑ;</verse>
				<verse number="30">ҫак пӑхӑртан вӑл Турӑ ирӗкне кӑтартакан кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре лартнӑ юпа тӗпӗсене тунӑ, пӑхӑртанах парне вырӑнӗ тата ун валли пӑхӑр решетке тунӑ, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑт-сапине тунӑ,</verse>
				<verse number="31">тата пӗтӗм картиш юписен тӗпӗсене, картиш хапхи юписен тӗпӗсене, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур шалчине, картиш тавра лартса тухнӑ мӗнпур шалчана пӑхӑртан тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="39">
				<verse number="1">Сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлтунӑ чухне тӑхӑнмашкӑн вӗсем сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран священник тумтирӗ тунӑ; ҫаплах тата, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон валли сӑваплӑ тумтир тунӑ.</verse>
				<verse number="2">Ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ефод тунӑ;</verse>
				<verse number="3">вӗсем ылтӑнне ҫапса сарнӑ та сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипсемпе тата виссон ҫиппипе ӑстайлӑн хутӑштарса тӗртмешкӗн ылтӑн ҫипсем турта-турта кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ефода хулпуҫҫи ҫинче ҫыхӑнтарма тӑхасем тунӑ; ҫапла унӑн икӗ вӗҫне те ҫыхӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ефод ҫийӗнчен ҫыхмалли пиҫиххие те ҫавӑн пекех ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Унтан оникс чулӗсене якатса, вӗсем ҫине пичет ҫине каснӑ пек, Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫырса ылтӑн харшана лартнӑ;</verse>
				<verse number="7">вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсене асра тытмашкӑн вӑл вӗсене ефод тӑхисем ҫине ҫыпӑҫтарса лартнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ӑстайлӑн ӗҫлесе кӑкӑрлӑх тунӑ, ефод тунӑ пекех, ӑна ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ;</verse>
				<verse number="9">вӑл тӑваткӑл пулнӑ; кӑкӑрлӑха вӗсем икӗ хутлӑ тунӑ, тӑршшӗне пӗр шит, анлӑшне те пӗр шит тунӑ, вӑл икӗ хутлӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="10">вара ун ҫине тӑватӑ йӗрке чул лартса тухнӑ. Йӗркипе: рубин, топаз, изумруд — ку пӗрремӗш йӗрки;</verse>
				<verse number="11">иккӗмӗш йӗркинче: карбункул, сапфир тата алмаз;</verse>
				<verse number="12">виҫҫӗмӗш йӗркинче: яхонт, ахах тата аметист;</verse>
				<verse number="13">тӑваттӑмӗш йӗркинче: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартнӑ.</verse>
				<verse number="14">Чулӗсем Израиль ывӑлӗсен ячӗсен шучӗ чухлӗ пулнӑ: вӗсен ячӗсен шучӗ тӑрӑх, вӗсем вуниккӗ пулнӑ, кашни чулӗ ҫине пӗр ятне пичет ҫине каснӑ пек касса ҫырнӑ, вуникӗ йӑхшӑн ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="15">Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса хулӑн вӑчӑрасем тунӑ;</verse>
				<verse number="16">унтан икӗ ылтӑн харша тата икӗ ылтӑн ункӑ туса, икӗ ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса лартнӑ;</verse>
				<verse number="17">вара ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ вӑчӑрасене иккӗшне те кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫӗнчи икӗ ункине витӗрнӗ,</verse>
				<verse number="18">икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтарнӑ та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енчен ҫыхӑнтарнӑ;</verse>
				<verse number="19">тата икӗ ылтӑн ункӑ туса кӑкӑрлӑхӑн тепӗр икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтарса лартнӑ;</verse>
				<verse number="20">тата икӗ ылтӑн ункӑ туса вӗсене ефодӑн икӗ енне аялтан, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех, ҫирӗплетсе лартнӑ;</verse>
				<verse number="21">вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="22">Тата ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер ҫӑмран тӗртнӗ ҫиелти риза тунӑ,</verse>
				<verse number="23">ҫиелти риза варрине ана тунӑ, ҫухи ан ҫуркалантӑр тесе ун тавра пир хӑю тытса ҫавӑрнӑ;</verse>
				<verse number="24">ҫиелти риза арки вӗҫне вӗсем сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран нар улмисем туса ҫакса тухнӑ;</verse>
				<verse number="25">таса ылтӑнран шӑнкӑравсем тунӑ та шӑнкӑравӗсене ҫиелти риза арки тавра улмасем хушшине ҫакса тухнӑ;</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пекех, кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли ҫиелти риза арки тавра шӑнкӑрав та улма, шӑнкӑрав та улма пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем валли виссонран хитонсем тӗртсе тунӑ,</verse>
				<verse number="28">кидарне те виссонран, пуҫ ҫыххине те виссонран, аялтан тӑхӑнмалли йӗтӗн кӗпине те пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран,</verse>
				<verse number="29">пиҫиххине те пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тата сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран эрешлесе тунӑ.</verse>
				<verse number="30">Таса ылтӑнран лайӑх якатса пӗчӗкҫӗ хӑма, тасалӑх тивлетне кӑтартакан ҫутанкка, тунӑ, пичет ҫине касса ҫырнӑ пек, ун ҫине «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» тесе ҫырса хунӑ;</verse>
				<verse number="31">вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ӑна кидар ҫумне ҫӳлтен ҫыхса хумашкӑн ун ҫумне сенкер ҫӑмран явнӑ кантра ҫирӗплетсе хунӑ.</verse>
				<verse number="32">Пуху чатӑрӗ валли тумалли пӗтӗм ӗҫ ҫапла вӗҫленнӗ; Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпех тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее мӗнле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="33">Вара Моисей патне кӗлӗ чатӑрне илсе пынӑ: унӑн виттине, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫекӗлӗсене, пӑрӑсӗсене, каштисене, юписене, тӗпӗсене,</verse>
				<verse number="34">така тирӗнчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ вителӗкӗсене, кӑвак тиртен тунӑ вителӗкӗсене, кармалли чаршава,</verse>
				<verse number="35">Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине,</verse>
				<verse number="36">сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсене,</verse>
				<verse number="37">таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, ун ҫине лартса тухнӑ лампадӑсене тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутмалли йывӑҫ ҫӑвне,</verse>
				<verse number="38">ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре ҫакмалли чаршава,</verse>
				<verse number="39">пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, парне вырӑнӗн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне,</verse>
				<verse number="40">картиш каррисене, юпасемпе тӗпӗсене, картиш хапхин чаршавне, вӗренӗсене, шалчисене, пуху чатӑрӗнче кӗлӗ тума кирлӗ мӗнпур япалине,</verse>
				<verse number="41">сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире, Аарон священник валли тунӑ сӑваплӑ тумтире тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="42">Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫак ӗҫсене пурне те ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="43">Ӗнтӗ Моисей пур ӗҫе те курнӑ, акӑ вӗсем ҫав ӗҫсене пурне те туса пӗтернӗ: Ҫӳлхуҫа епле хушнӑ, ҫапла тунӑ. Вара Моисей вӗсене пилленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="40">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, кӗлӗ чатӑрне пуҫтарса ларт,</verse>
				<verse number="3">унта Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи ларт, саккун арчине чаршавпа карса хур;</verse>
				<verse number="4">сӗтел илсе кӗр, ун ҫине унӑн мӗнпур япалине лартса тух, унтан ҫутаткӑҫ илсе кӗр, ун ҫине лампадисене ларт;</verse>
				<verse number="5">Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ларт, [пуху] чатӑрне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур;</verse>
				<verse number="6">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне кӗлӗ чатӑрне кӗмелли алӑк умне ларт;</verse>
				<verse number="7">кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт ларт та унта шыв тултарса хур;</verse>
				<verse number="8">йӗри-тавра картиш туса ҫаврӑн, картишне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур.</verse>
				<verse number="9">Сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те кӗлӗ чатӑрне, ун ӑшӗнче мӗн пуррине пурне те сӗрсе тух, ӑна та, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӑл сӑваплӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="10">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне сӗрсе тух, парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ;</verse>
				<verse number="11">ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр.</verse>
				<verse number="12">Унтан Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре илсе пыр та вӗсене шывпа ҫу,</verse>
				<verse number="13">Аарона сӑваплӑ тумтир тӑхӑнтарт, ӑна ҫу сӗр, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр: вӑл Манӑн священникӑм пултӑр.</verse>
				<verse number="14">Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене хитон тӑхӑнтарт,</verse>
				<verse number="15">вӗсен ашшӗне ҫу сӗрнӗ пек, вӗсене те ҫу сӗр: вӗсем Манӑн священникӑмсем пулччӑр, вӗсене ҫу сӗрни вӗсен йӑхне ӗмӗрлӗхе священник пулма халаллӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Моисей пурне те тунӑ: Ҫӳлхуҫа хӑйне мӗнле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="17">Кӗлӗ чатӑрне [хӑйсем Египетран тухсассӑн] иккӗмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче лартнӑ.</verse>
				<verse number="18">Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ: унӑн тӗпӗсене хурса тухнӑ, пӑрӑсӗсене тӑратса лартнӑ, каштисене хунӑ, юписене лартнӑ,</verse>
				<verse number="19">кӗлӗ чатӑрӗ тӑррине вителӗкне сарса хунӑ, ҫав вителӗк ҫийӗнчен тата ҫиелти виттине витнӗ.</verse>
				<verse number="20">Саккун хӑмисене илнӗ те арчана хунӑ, каштисене арча ункисене тӑхӑнтартнӑ, хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хунӑ;</verse>
				<verse number="21">хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл саккун арчине кӗлӗ чатӑрне илсе кӗрсе лартнӑ та, чаршав карса, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арчана хупӑрласа хунӑ.</verse>
				<verse number="22">Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енчи пайне — пуху чатӑрне — чаршав тулашне, сӗтел лартнӑ,</verse>
				<verse number="23">ун ҫине Турӑ умне йӗркипе ҫӑкӑр кӑларса хунӑ.</verse>
				<verse number="24">Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енчи пайне — пуху чатӑрне — сӗтеле хирӗҫ, ҫутаткӑҫ лартнӑ,</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа умне [унӑн] лампадисене лартнӑ.</verse>
				<verse number="26">Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл пуху чатӑрне, чаршав умне, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ лартнӑ,</verse>
				<verse number="27">ун ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="28">Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре чаршав карса хунӑ;</verse>
				<verse number="29">кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре — пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ лартнӑ, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ, тырӑ-пулӑ парни панӑ.</verse>
				<verse number="30">Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт лартнӑ, ҫӑвӑнмашкӑн шыв тултарса хунӑ,</verse>
				<verse number="31">ҫавӑнта Моисейпе Аарон тата Аарон ывӑлӗсем хӑйсен алли-урине ҫунӑ:</verse>
				<verse number="32">пуху чатӑрне кӗрсе [кӗлӗ тумашкӑн] парне вырӑнӗ умне пынӑ чухне вӗсем [ҫавӑнта] ҫӑвӑннӑ.</verse>
				<verse number="33">Кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ тавра картиш туса ҫавӑрнӑ, картиш хапхине чаршав карса хунӑ. Ҫапла вара Моисей ӗҫе вӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="34">Пуху чатӑрне пӗлӗт хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ;</verse>
				<verse number="35">Моисей пуху чатӑрне кӗреймен, мӗншӗн тесессӗн ӑна пӗлӗт хупӑрласа-хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="36">Хӑйсем ҫул ҫӳренӗ чухне Израиль ывӑлӗсем яланах пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗнчен ҫӗкленсе кайсассӑн ҫула тухнӑ;</verse>
				<verse number="37">пӗлӗт ҫӗкленмесессӗн, вӗсем вӑл ҫӗкленмесӗр те ҫула тухман:</verse>
				<verse number="38">вӗсем ҫул ҫӳресе пӗтеричченех пӗтӗм Израиль халӑхӗн куҫӗ умӗнче кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче кӑнтӑрла Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ тӑнӑ, ҫӗрле ун ӑшӗнче вут ҫуннӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="3">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее пуху чатӑрӗнчен чӗнсе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: сирӗн хушшӑртан кам та пулин Ҫӳлхуҫана парне кӳрес тесессӗн, вӑл выльӑх-чӗрлӗх парни пулсассӑн, хӑвӑр парнӗре шултӑра тата вак выльӑх кӳрӗр.</verse>
				<verse number="3">Унӑн парни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли шултӑра выльӑх пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр; Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн вӑл ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне ҫавӑтса пытӑр;</verse>
				<verse number="4">хӑйӗн аллине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли выльӑх пуҫӗ ҫине хутӑр — вара вӑл ҫылӑхӗсенчен тасалмашкӑн ырӑлӑх илӗ;</verse>
				<verse number="5">унтан пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне илсе пыччӑр та пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр;</verse>
				<verse number="6">ун хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӗн тирне сӳсе илтӗр те ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклатӑр;</verse>
				<verse number="7">Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑм чӗртсе, ун ҫине вутӑ купаласа хуччӑр;</verse>
				<verse number="8">Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн парне пайӗсене, пуҫне, ӑш ҫӑвне сарса хуччӑр;</verse>
				<verse number="9">парне выльӑхӗн ӑш-чиккине, урисене вӑл шывпа ҫуса тасаттӑр, священник вара пурне те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса [Ҫӳлхуҫана] кӳмелли парни вак выльӑх, сурӑх е качака, пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр, [унӑн пуҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хутӑр,]</verse>
				<verse number="11">ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче парне вырӑнӗн ҫурҫӗр енче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр;</verse>
				<verse number="12">вара унӑн пуҫне, ӑш ҫӑвне уйӑрса илсе, ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклаччӑр; ҫакна священник парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн сарса хутӑр,</verse>
				<verse number="13">ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасаттӑр, вара священник ҫакна пурне те илсе пырса парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӑл вӗҫен кайӑка пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрет пулсассӑн, ҫав парне улатӑпа е ҫамрӑк кӑвакарчӑн пултӑр;</verse>
				<verse number="15">священник ӑна парне вырӑнӗ патне илсе пытӑр, унӑн мӑйне пӑрса хуҫтӑр та парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, юнне парне вырӑнӗ айккине юхтарса кӑлартӑр;</verse>
				<verse number="16">унӑн пӗсехине тӗкӗсемпе пӗрле татса илтӗр те парне вырӑнӗн тухӑҫ енне, кӗл выртакан ҫӗре, пӑрахтӑр;</verse>
				<verse number="17">ҫунаттине ан таттӑр, хуҫтӑр ҫеҫ, вара священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Кам та пулин Ҫӳлхуҫана тырӑ-пулӑ парни кӳрес тесессӗн, тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пытӑр, ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтартӑр, ун ҫине ливан хутӑр,</verse>
				<verse number="2">ӑна Аарон ывӑлӗсем, священниксем, патне илсе пытӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ ҫӑнӑха священник мӗнпур ливанӗпе пӗрле ывӑҫ тулли ӑсса илтӗр те ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче асӑнмалӑх ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне;</verse>
				<verse number="3">ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.</verse>
				<verse number="4">Тырӑ-пулӑ парнине кӑмакара пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем тата йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем кӳр.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине ҫатма ҫинче пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫермелле;</verse>
				<verse number="6">ӑна татӑкӑн-татӑкӑн хуҫ та ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар: ҫакӑ [Ҫӳлхуҫана] кӳнӗ тырӑ-пулӑ парни пулӗ.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине чӳлмекре пӗҫерсе паратӑн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тумалла,</verse>
				<verse number="8">ҫакӑн пек тунӑ парнӳне Ҫӳлхуҫана кӳр; ӑна священника кӳрсе пар, вӑл ӑна парне вырӑнӗ умне илсе пырӗ;</verse>
				<verse number="9">священник ҫак парнерен асӑнмалӑх пай илӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне;</verse>
				<verse number="10">ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫана кӳрекен тырӑ-пулӑ парни пӗри те йӳҫӗлле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн йӳҫӗтсе тунӑ ҫимӗҫ те, пыл та сирӗн ҫунтарса кӳмелли парне пулмалла мар;</verse>
				<verse number="12">вӗсене эсир Ҫӳлхуҫана малтан ӗлкӗрнӗ тырӑ-пулӑ ҫимӗҫӗсене кӳнӗ пек кӳрӗр, вӗсене парне вырӑнӗ ҫине хумалла мар.</verse>
				<verse number="13">Хӑвӑн пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ парнине те тӑварпа тӑварла, парнӳне хӑвӑн Турру панӑ халал тӑварӗсӗр ан хӑвар: кирек хӑш парнӳне панӑ чухне те [хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна] тӑвар кӳр.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫана малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсенчен тырӑ-пулӑ парни кӳретӗн пулсассӑн, малтан ӗлкӗрнӗ тыррун пучахӗсене вут-ҫулӑм ҫинче типӗтсе, пӗрчисене тӳсе парне кӳр;</verse>
				<verse number="15">ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар, ун ҫине ливан хур: ку — тырӑ-пулӑ парни;</verse>
				<verse number="16">священник, ҫав пӗрчӗсемпе йывӑҫ ҫӑвӗнчен асӑнмалӑх пай илсе, ӑна мӗнпур ливанӗпе пӗрле ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Унӑн парни канӑҫлӑх парни пулсассӑн, парнине вӑл шултӑра ар выльӑх е ама выльӑх кӳрет пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана айӑпсӑр выльӑх кӳтӗр,</verse>
				<verse number="2">аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр;</verse>
				<verse number="3">канӑҫлӑх парнинчен вӑл вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне,</verse>
				<verse number="4">икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр;</verse>
				<verse number="5">вара Аарон ывӑлӗсем ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче, вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса ярӗҫ: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне.</verse>
				<verse number="6">Вӑл Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни вак выльӑх, ар выльӑх е ама выльӑх, кӳрет пулсассӑн, айӑпсӑр выльӑх кӳтӗр.</verse>
				<verse number="7">Хӑй парас парнене вӑл сурӑх кӳрет пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр,</verse>
				<verse number="8">аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пуху чатӑрӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр, Аарон ывӑлӗсем унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр;</verse>
				<verse number="9">канӑҫлӑх парнинчен вӑл унӑн ҫӑвне, вӗче шӑмми таранах касса кӑларнӑ хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне,</verse>
				<verse number="10">икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр;</verse>
				<verse number="11">священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ вут-ҫулӑм апачӗ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.</verse>
				<verse number="12">Парнине вӑл качака кӳрет пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр,</verse>
				<verse number="13">аллине унӑн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пуху чатӑрӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр, Аарон ывӑлӗсем унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр;</verse>
				<verse number="14">ҫак парнинчен вар ӳчӗ ҫумӗнчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне,</verse>
				<verse number="15">икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр;</verse>
				<verse number="16">вара священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ вут-ҫулӑм апачӗ — [Ҫӳлхуҫашӑн] кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; пӗтӗм ҫӑвӗ Ҫӳлхуҫана.</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрсенче те сыпӑкран сыпӑка ӗмӗре пымалли йӗрке: нимӗнле ҫу та, нимӗнле юн та ан ҫийӗр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн,</verse>
				<verse number="3">е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр,</verse>
				<verse number="4">пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр;</verse>
				<verse number="5">[таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр,</verse>
				<verse number="6">священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр;</verse>
				<verse number="7">унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр;</verse>
				<verse number="8">ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне,</verse>
				<verse number="9">икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр,</verse>
				<verse number="10">тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр;</verse>
				<verse number="11">пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне,</verse>
				<verse number="12">пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.</verse>
				<verse number="13">Пӗтӗм Израиль халӑхӗ йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, ҫылӑхне пӗтӗм пуху куҫӗнчен пытарса хӑварсассӑн тата тума кирлӗ маррине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, ҫапла айӑплӑ пулса тӑрсассӑн,</verse>
				<verse number="14">вӗсем тунӑ ҫылӑх ҫиеле тухсассӑн, вӗсем пӗтӗм халӑхран ҫылӑх парни шултӑра выльӑх, пӑру, кӳччӗр, ӑна пуху чатӑрӗ умне ҫавӑтса пыччӑр;</verse>
				<verse number="15">вара халӑх пуҫлӑхӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр, пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахчӑр.</verse>
				<verse number="16">Ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне пуху чатӑрне илсе кӗтӗр,</verse>
				<verse number="17">унтан священник хӑйӗн пӳрнине [пӑру] юнӗ ӑшне чиксе кӑлартӑр та [сӑваплӑ пӳлӗмӗн] чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр,</verse>
				<verse number="18">унтан пуху чатӑрӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ларакан [ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли] парне вырӑнӗн мӑйракисене ҫав юнпа сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр;</verse>
				<verse number="19">ун ӑшӗнчен мӗнпур ҫӑвне кӑларса илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр;</verse>
				<verse number="20">ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру тӗлӗшӗнчен мӗнле тунӑ, ҫак пӑру тӗлӗшӗнчен те ҫапла тутӑр: ӑна ҫапла тумалла, священник вӗсене ҫапла туса тасатӗ, вара вӗсен ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ;</verse>
				<verse number="21">пӑрӑвне тапӑр тулашне илсе тухтӑр та малтанхи пӑрӑвне ҫунтарса янӑ пек ҫунтарса ятӑр. Ҫакӑ вӑл — пӗтӗм халӑх ҫылӑхӗшӗн кӳрекен парне.</verse>
				<verse number="22">Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн,</verse>
				<verse number="23">вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр,</verse>
				<verse number="24">аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни;</verse>
				<verse number="25">священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр;</verse>
				<verse number="26">тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн,</verse>
				<verse number="28">вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр,</verse>
				<verse number="29">аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр;</verse>
				<verse number="30">унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр;</verse>
				<verse number="31">тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫылӑх парнине вӑл сурӑх кӗтӗвӗнчен кӳрес тесессӗн, айӑпсӑр ама выльӑх кӳтӗр,</verse>
				<verse number="33">аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна ҫылӑх парни памашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр;</verse>
				<verse number="34">священник ҫак ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр;</verse>
				<verse number="35">тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ сурӑх ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Кам та пулин ылханакан сасса илтсе кӳнтелен пулса е курса, е пӗлсе тӑрса ыттисене каласа кӑтартмасӑр ҫылӑха кӗрсессӗн, вӑл хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.</verse>
				<verse number="2">Е тата пӗр-пӗр таса мар япалана, е таса мар тискер кайӑк виллине, е таса мар выльӑх-чӗрлӗх виллине, е таса мар ҫӗлен-калта виллине сӗртӗнсессӗн, хӑй ҫавна пӗлмен пулсассӑн та, вӑл таса мар, вӑл айӑплӑ.</verse>
				<verse number="3">Е тата ҫыннӑн ирсӗрлентерекен кирек мӗнле тасамарлӑхне сӗртӗнсессӗн те, хӑй ҫавна пӗлмен пулсассӑн та, анчах кайран пӗлсессӗн, вӑл айӑплӑ.</verse>
				<verse number="4">Кам та пулин, пӗр шухӑшламасӑр пӗр-пӗр ӗҫ тума тупа тӑвакан ҫын пек, пӗр шухӑшламасӑр усал ӗҫ е ырӑ ӗҫ тума тупа тусассӑн, хӑй ҫавна пӗлмен пулсассӑн та, анчах кайран пӗлсессӗн, вӑл ҫав ӗҫре айӑплӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл ҫакна хӑшне те пулин туса айӑплӑ пулсассӑн, кайран хӑй тунӑ ҫылӑхне йышӑнса каласа парать пулсассӑн,</verse>
				<verse number="6">хӑй тунӑ ҫылӑхшӑн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни вак выльӑх, сурӑх е качака, кӳтӗр, вара священник ӑна ҫылӑхӗнчен тасатӗ.</verse>
				<verse number="7">Унӑн сурӑх кӳме халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳме икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн патӑр: пӗри — ҫылӑх парни, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пултӑр;</verse>
				<verse number="8">ҫакна вӑл священник патне илсе пытӑр, [священник] вара ҫав вӗҫен кайӑксенчен ҫылӑхшӑн памаллине малтан кӳтӗр, вӑл унӑн пуҫне мӑйӗнчен пӑрса хуҫтӑр, анчах татсах ан илтӗр;</verse>
				<verse number="9">ҫак ҫылӑх парни юнӗпе вӑл парне вырӑнӗн аяккисене сирпӗттӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне юхтартӑр: ку — ҫылӑх парни;</verse>
				<verse number="10">хунӑ йӗрке тӑрӑх, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳтӗр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.</verse>
				<verse number="11">Унӑн икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн кӳме те халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑха кӗнӗшӗн ҫылӑх парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳтӗр; ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ун ҫине ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫылӑх парни;</verse>
				<verse number="12">ӑна священник патне илсе пытӑр, священник ҫавӑнтан асӑнмалӑх тулли ывӑҫ ӑсса илтӗр те Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — ҫылӑх парни;</verse>
				<verse number="13">вӑл ҫав ӗҫсене хӑшне те пулин туса ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, священник ӑна ҫылӑхӗнчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; тырӑ-пулӑ парни пек, [юлашки юлни] священника пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="15">кам та пулин йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, Ҫӳлхуҫана халаллани тӗлӗшӗнчен йӑнӑшпа ҫылӑх тусассӑн, Ҫӳлхуҫана вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр така кӳтӗр, ӳкӗнӗҫ парни пама, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, таса сикль виҫипе кӗмӗл сикль кӳтӗр;</verse>
				<verse number="16">ҫав сӑваплӑ япалашӑн тавӑрса патӑр — вӑл ун тӗлӗшӗнчен ҫылӑх тунӑ; ун ҫумне тата унӑн хакӗн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр та священника патӑр, священник ӑна ӳкӗнӗҫ парни пама кӳнӗ такапа тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.</verse>
				<verse number="17">Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, тума юраманнине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, пӗлмен пирки айӑпа кӗрсе хӑй ҫине ҫылӑх илсессӗн,</verse>
				<verse number="18">ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне вӑл, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр така илсе пытӑр, вара священник ҫав ҫын пӗлмесӗр тунӑ ӗҫе пӑрахӑҫлӗ те, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа кӗнӗшӗн кӳмелли ӳкӗнӗҫ парни, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн,</verse>
				<verse number="3">е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн,</verse>
				<verse number="4">ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр;</verse>
				<verse number="5">е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр;</verse>
				<verse number="6">хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр;</verse>
				<verse number="7">священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="9">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене каласа хур: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне йӗрки акӑ ҫакӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫӗрӗпех, ирчченех парне вырӑнӗ ҫинче, ҫунтаракан ҫӗрте, пултӑр, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ун ҫинче ҫунсах тӑтӑр, [ан сӳнтӗр];</verse>
				<verse number="10">священник хӑйӗн йӗтӗн тумтирне тӑхӑнтӑр, аялтан тӑхӑнмалли йӗтӗн кӗпине тӑхӑнтӑр, унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунса пулнӑ кӗлне илтӗр те ӑна парне вырӑнӗ ҫумне хутӑр;</verse>
				<verse number="11">вара хӑй ҫийӗнчи тумтирне хывтӑр та урӑх тумтир тӑхӑнтӑр, кӗлне тапӑр тулашне таса ҫӗре илсе тухтӑр;</verse>
				<verse number="12">парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫунсах тӑтӑр, ан сӳнтӗр; священник ун ҫинче ирсерен вутӑ чӗрттӗр, ун ҫине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне сарса хутӑр, ун ҫинче тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтартӑр;</verse>
				<verse number="13">парне вырӑнӗ ҫинче пӗрмаях вут-ҫулӑм ҫунса тӑтӑр, ан сӳнтӗр.</verse>
				<verse number="14">Тырӑ-пулӑ парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: [священниксем] Аарон ывӑлӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа умне парне вырӑнӗ патне илсе пымалла;</verse>
				<verse number="15">[священник] тырӑ-пулӑ парнинчен тулӑ ҫӑнӑхӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ тата парне ҫинчи мӗнпур ливанне ывӑҫласа илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫана халалласа кӳрекен парне;</verse>
				<verse number="16">унӑн юлашки юлнине Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫиччӗр; ӑна тутлӑлла пӗҫерсе сӑваплӑ вырӑнта ҫимелле, ӑна пуху чатӑрӗн картишӗнче ҫиччӗр;</verse>
				<verse number="17">ӑна йӳҫӗтсе пӗҫермелле мар. Ҫакна Эпӗ вӗсене Хамӑн парнемсенчен пай паратӑп. Ҫылӑхшӑн кӳрекен парнепе ӳкӗнӗҫ парни пек, ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала.</verse>
				<verse number="18">Ӑна Аарон йӑхӗ-кӑкӗнчи арҫынсем пурте ҫиме пултараҫҫӗ. Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ сире сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗх пай пулӗ. Вӗсен ҫумне сӗртӗнекен пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="20">Аарона ҫу сӗрсе суйланӑ кун Ааронпа унӑн ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне акӑ ҫакӑ: яланхи парне валли пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳмелле, ҫуррине — ирхине, ҫуррине каҫхине кӳмелле;</verse>
				<verse number="21">ӑна ҫатма ҫинче йывӑҫ ҫӑвӗпе хатӗрлес пулать; ӑна йывӑҫ ҫӑвӗ витерсе, тырӑ-пулӑ парнине татӑкӑн-татӑкӑн хуҫнӑ пек, татӑкӑн илсе пыр; унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="22">Аарон вырӑнне унӑн ывӑлӗсенчен ҫу сӗрсе суйланӑ священник та ҫапла тутӑр: ку — Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке. Парнине пӗтӗмпех ҫунтарса ямалла;</verse>
				<verse number="23">священник кӳрекен тырӑ-пулӑ парнине кирек хӑшне те ҫунтарса ямалла, ҫимелле мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="25">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: ҫылӑх парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: ҫылӑх парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пусакан вырӑнта, Ҫӳлхуҫа умӗнче, пусас пулать; ку вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала;</verse>
				<verse number="26">ӑна ҫылӑх парни кӳрекен священник ҫимелле; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте, пуху чатӑрӗн картишӗнче, ҫисе ямалла;</verse>
				<verse number="27">ҫак парне ашӗ ҫумне кирек мӗн сӗртӗнсессӗн те, вӑл тасалӑх тивлечӗ илӗ; унӑн юнӗ тумтир ҫине сирпӗннӗ пулсассӑн, сирпӗннине сӑваплӑ ҫӗрте ҫуса тасат;</verse>
				<verse number="28">ӑна пӗҫернӗ тӑм савӑта ҫӗмӗрес пулать; ӑна пӑхӑр савӑтра пӗҫернӗ пулсассӑн, савӑтне тасатас пулать, унтан шывпа ҫӑвас пулать;</verse>
				<verse number="29">ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать: вӑл — [Ҫӳлхуҫанӑн] аслӑ сӑваплӑ япали;</verse>
				<verse number="30">анчах ҫылӑх парнийӗн юнне пуху чатӑрне сӑваплӑ вырӑнта тасатмашкӑн илсе кӗнӗ пулсассӑн, ҫав парнене ҫиме юрамасть; ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ӳкӗнӗҫ парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала;</verse>
				<verse number="2">ӳкӗнӗҫ парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пуснӑ вырӑнта пусас пулать, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухмалла;</verse>
				<verse number="3">парне кӳрекенӗ парне ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвне, хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне,</verse>
				<verse number="4">икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пымалла; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр;</verse>
				<verse number="5">вара священник ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ; ку вӑл — ӳкӗнӗҫ парни.</verse>
				<verse number="6">Ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫимелле: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала.</verse>
				<verse number="7">Ҫылӑх парни тӗлӗшӗнчен те, ӳкӗнӗҫ парни тӗлӗшӗнчен те йӗрки пӗрех: ҫав парнесем священника тивӗҫлӗ, вӑл ҫавсем урлӑ тасатать.</verse>
				<verse number="8">Священник камӑн та пулин пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳрет пулсассӑн, ҫав пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн тирӗ священника хӑйне пулать;</verse>
				<verse number="9">кӑмакара пӗҫернӗ кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, чӳлмекре е ҫатма ҫинче хатӗрленӗ кирек хӑш ҫимӗҫ те ҫав парнене кӳрекен священника пулать;</verse>
				<verse number="10">йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ е типӗлле кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те Ааронӑн мӗнпур ывӑлне пулать: вӑл пӗрне те, тепӗрне те тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫана кӳмелли канӑҫлӑх парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ:</verse>
				<verse number="12">кам та кам ҫав парнене Турра тав туса кӳрет, тав парнипе пӗрле вӑл йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусем, йывӑҫ ҫӑвӗ витернӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ тата йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӑрнӑ ҫӑкӑрсем кӳтӗр;</verse>
				<verse number="13">тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни панӑ чухне пашалусемсӗр пуҫне вӑл тата йӳҫӗлле ҫӑкӑр илсе пытӑр;</verse>
				<verse number="14">вӑл хӑй кӳрекен мӗнпур парнинчен хӑшне те пулин пӗрне Ҫӳлхуҫана кӳтӗр: ку канӑҫлӑх парни юнӗпе сирпӗтекен священника тивӗҫлӗ;</verse>
				<verse number="15">тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнийӗн ашне парне кӳнӗ кунах ҫисе ямалла, ӑна ирччен хӑвармалла мар.</verse>
				<verse number="16">Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе парне кӳрсессӗн, унӑн парнине парне кӳнӗ кун ҫимелле, юлашки юлнине тепӗр кун та ҫиме юрать,</verse>
				<verse number="17">виҫҫӗмӗш куна юлнӑ парне ашне вара вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла;</verse>
				<verse number="18">канӑҫлӑх парнийӗн ашне виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку парне кӑмӑллӑ пулас ҫук; ӑна илсе килнӗ ҫыншӑн ку парне кӳни те шутланмӗ; ку ирсӗрленни анчах пулӗ, ӑна ҫиекен хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫав аш мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫиме юрамасть, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; таса аша вара кирек мӗнле таса ҫын та ҫиме пултарать;</verse>
				<verse number="20">пӗр-пӗр ҫын хӑй таса мар чухнех Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ,</verse>
				<verse number="21">е пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне, этем тасамарлӑхӗ ҫумне е таса мар выльӑх ҫумне, е мӗнле те пулин таса мар ҫӗлен-калта ҫумне сӗртӗннӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="23">Израиль ывӑлӗсене кала: вӑкӑр ӑшӗнчен е сурӑх ӑшӗнчен, е качака ӑшӗнчен илнӗ ҫӑва нихӑшне те ан ҫийӗр.</verse>
				<verse number="24">Вилнӗ выльӑхӑн тата тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑхӑн ӑш ҫӑвӗпе кирек мӗнле ӗҫре те усӑ курма юрать, анчах ҫиессе ӑна ан ҫийӗр;</verse>
				<verse number="25">кам та кам Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен выльӑхӑн ӑш ҫӑвне ҫиет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ;</verse>
				<verse number="26">хӑвӑр килӗр-ҫуртӑрсенче нимӗнле юн та — вӗҫен кайӑк юнне те, выльӑх юнне те — ан ҫийӗр;</verse>
				<verse number="27">кам та кам мӗнле те пулин юн ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="29">Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать;</verse>
				<verse number="30">унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла;</verse>
				<verse number="31">ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ;</verse>
				<verse number="32">хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр:</verse>
				<verse number="33">канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать;</verse>
				<verse number="34">мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Аарон пайӗпе унӑн ывӑлӗсен пайӗ — ҫакӑ, вӗсем священник ӗҫне туса тӑма Ҫӳлхуҫа умне тӑнӑ кунран пуҫласа Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесенчен вӗсене тивӗҫлӗ пайӗ — ҫакӑ,</verse>
				<verse number="36">ҫакна вӗсене ҫу сӗрсе суйланӑ кунран пуҫласа Израиль ывӑлӗсенчен парса тӑма Ҫӳлхуҫа хушнӑ. Ҫакӑ вӗсен йӑхӗ-кӑкӗнче ӗмӗрлӗхе пымалли йӗрке.</verse>
				<verse number="37">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, тырӑ-пулӑ парни, ҫылӑх парни, ӳкӗнӗҫ парни, священника Турра халалланӑ чухне кӳмелли парне тата канӑҫлӑх парни памалли саккун — ҫакӑ,</verse>
				<verse number="38">ӑна Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче, Синай пушхирӗнче Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫана парне кӳме хушнӑ чухне панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Аарона, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене ил, тумтирӗсене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫылӑхшӑн парне кӳме пӑру ил тата икӗ сурӑх таки, пӗр кунтӑ тутлӑлла ҫӑкӑр ил те</verse>
				<verse number="3">пӗтӗм халӑха пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре пуҫтар, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ, вара пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре халӑх пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Моисей халӑха каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн тума хушрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Моисей ӗнтӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсене шывпа ҫунӑ;</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарона хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, унтан ӑна ҫиелти риза тӑхӑнтартнӑ, ун ҫийӗнчен ефод тӑхӑнтартнӑ, ӑна ефод пиҫиххийӗпе ҫавӑрса ҫыхса, ефодне ун ҫумне тачӑ ҫыхса хунӑ,</verse>
				<verse number="8">унтан ун ҫине кӑкӑрлӑх ҫакнӑ, кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хунӑ,</verse>
				<verse number="9">пуҫне кидар тӑхӑнтартнӑ, кидар ҫине, мал енне, якатса ҫутатнӑ пӗчӗкҫӗ хӑма, сӑваплӑ ҫутанкка, ҫыпӑҫтарса хунӑ.</verse>
				<verse number="10">Моисей сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ илнӗ те пуху чатӑрӗпе ун ӑшӗнчи мӗнпур япалана сӗрсе тухнӑ, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ;</verse>
				<verse number="11">ҫав ҫупа парне вырӑнне ҫичӗ хутчен сирпӗтнӗ, парне вырӑнӗпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн вӗсене ҫу сӗрсе тухнӑ;</verse>
				<verse number="12">[Моисей] Аарон пуҫӗ ҫине сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарнӑ, тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна ҫу сӗрнӗ.</verse>
				<verse number="13">Унтан Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӗсене хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, пуҫӗсене кидар тӑхӑнтартнӑ.</verse>
				<verse number="14">Унтан [Моисей] ҫылӑх парни кӳме пӑру илсе пынӑ; Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене ҫылӑхшӑн кӳмелли пӑру пуҫӗ ҫине хунӑ;</verse>
				<verse number="15">[Моисей] ӑна пуснӑ та, унӑн юнне илсе, пӳрнипе парне вырӑнӗн мӑйракисене пур енчен те сӗрсе тухнӑ, ҫапла парне вырӑнне тасатнӑ, юлашки юлнӑ юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑкнӑ, таса тумашкӑн ӑна ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.</verse>
				<verse number="16">Унтан [Моисей] вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне тата икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ;</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӑрӑвне, унӑн тирне, ашне, тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="18">Унтан [Моисей] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пама така илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ;</verse>
				<verse number="19">Моисей ӑна пуснӑ та юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ;</verse>
				<verse number="20">такине пайӑн-пайӑн касса вакланӑ, Моисей вара така пуҫне, касса вакланӑ пайӗсемпе ҫӑвне ҫунтарса янӑ;</verse>
				<verse number="21">ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасатнӑ та Моисей такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ: ку — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.</verse>
				<verse number="22">[Моисей] тепӗр така, халалланӑ чухне кӳмелли така, илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ;</verse>
				<verse number="23">Моисей ӑна пуснӑ та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрнӗ.</verse>
				<verse number="24">Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине, сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине юнпа сӗрнӗ, унтан Моисей парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те юн сирпӗтсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="25">[Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ;</verse>
				<verse number="26">тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ;</verse>
				<verse number="27">ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="28">Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.</verse>
				<verse number="29">Моисей вара ӑмӑрне илнӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ: Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ тӑрӑх, ҫакӑ халал такинчен Моисее памалли пай пулнӑ.</verse>
				<verse number="30">Моисей сӗрмелли ҫупа парне вырӑнӗ ҫинчи юна илнӗ те Аарона, унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене сирпӗтсе тухнӑ; Ааронпа унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.</verse>
				<verse number="31">Моисей вара Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗрте аш пӗҫерӗр те ӑна тасалӑх тивлечӗ панӑ чухне кӳнӗ кунтӑри ҫӑкӑрпа ҫийӗр, мана ҫапла хушнӑччӗ-каланӑччӗ ӗнтӗ: ӑна Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫимелле, тенӗччӗ;</verse>
				<verse number="32">юлашки юлнӑ ашӗпе ҫӑкӑрне вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ярӑр.</verse>
				<verse number="33">Сире Турра халаллас кунсем иртиччен ҫичӗ кун пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнчен ан кайӑр, мӗншӗн тесессӗн сире Турра халаллас йӗркене ҫичӗ кун хушши туса тӑмалла;</verse>
				<verse number="34">паян епле тунӑ, сире тасатмашкӑн Ҫӳлхуҫамӑр ҫапла тума хушрӗ;</verse>
				<verse number="35">ҫичӗ кун хушши кунӗн-ҫӗрӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пулӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче сыхӑ тӑрӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн [Ҫӳлхуҫа Турӑ] мана ҫапла хушнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Ааронпа унӑн ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ мӗн хушнине пурне те тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те</verse>
				<verse number="2">Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр;</verse>
				<verse number="3">Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Моисей мӗн хушнине пурне те пуху чатӑрӗ умне илсе пынӑ, тата пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ, Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн тума хушрӗ, вара сире Ҫӳлхуҫамӑр мухтавлӑхӗ курӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Моисей Аарона каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ пек, парне вырӑнӗ патне пыр, ҫылӑхшӑн кӳмелли парнӳне тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнӳне кӳр, хӑвна та, халӑха та тасат, халӑх ячӗпе парне кӳр, вӗсене тасат, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон парне вырӑнӗ патне пынӑ та хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳмелли пӑрӑвне пуснӑ:</verse>
				<verse number="9">ывӑлӗсем ун патне парне юнне илсе пынӑ, Аарон хӑй пӳрнине юнпа йӗпетнӗ те парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тухнӑ, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑкнӑ;</verse>
				<verse number="10">ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне, пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ;</verse>
				<verse number="11">ашӗпе тирне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="12">Унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине те пуснӑ, ывӑлӗсем Аарон патне парне юнне илсе пынӑ; вӑл унпа парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ,</verse>
				<verse number="13">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене ун патне пайӑн-пайӑн вакласа пуҫӗпе пӗрле илсе пынӑ, вӑл вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ;</verse>
				<verse number="14">ӑш-чиккипе урисене ҫунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="15">Унтан вӑл халӑхшӑн парне кӳнӗ: ҫылӑхшӑн пама халӑхран качака таки илнӗ те ӑна пусса пӑрахнӑ, малтанхи парни пекех, ӑна та ҫылӑхшӑн кӳнӗ.</verse>
				<verse number="16">Унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳнӗ, ӑна йӗрке хушнӑ тӑрӑх тунӑ.</verse>
				<verse number="17">Ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнесӗр пуҫне тата тырӑ-пулӑ парни кӳнӗ, ӑна вӑл ывӑҫӗ тулли илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="18">Унтан халӑхран канӑҫлӑх парни кӳмелли вӑкӑрпа такана пуснӑ; ывӑлӗсем Аарон патне парне юнне илсе пынӑ, вӑл унпа парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ;</verse>
				<verse number="19">вӑкӑрӑн ӑш ҫӑвне, такин хӳри чикки ҫинчи ҫӑвне, [вар ӳчӗ] ҫинчи [ҫӑвне], пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пынӑ,</verse>
				<verse number="20">ҫӑвне ӑмӑрӗ ҫине хунӑ, вӑл ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ;</verse>
				<verse number="21">ӑмӑрӗпе сылтӑм хулне, Моисей хушнӑ пек, Аарон Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳнӗ.</verse>
				<verse number="22">Аарон халӑх еннелле ҫаврӑнса аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ те халӑха пилленӗ; унтан — ҫылӑх парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата канӑҫлӑх парни кӳрсессӗн — аяла аннӑ.</verse>
				<verse number="23">Моисейпе Аарон пуху чатӑрне кӗнӗ, кайран унтан тухнӑ та халӑха пилленӗ. Вара пӗтӗм халӑха Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ:</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫаран вут-ҫулӑм тухнӑ та парне вырӑнӗ ҫинчи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе ҫӑва ҫунтарса янӑ; ҫакна пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, савӑннипе кӑшкӑрса янӑ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Надавпа Авиуд — Аарон ывӑлӗсем — кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илнӗ те унта вут хунӑ, тӗтӗрмелли хунӑ, Ҫӳлхуҫа умне хӑйсене Ҫӳлхуҫа хушман ют вут илсе пынӑ;</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫаран вут-ҫулӑм тухнӑ та вӗсене ҫунтарса янӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилнӗ.</verse>
				<verse number="3">Моисей Аарона каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр: «Хам патӑма ҫывӑхаракансем урлӑ сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, пӗтӗм халӑх умӗнче мухтава тухӑп» тесе каланӑ чухне акӑ мӗн ҫинчен каланӑ иккен, тенӗ. Аарон пӗр чӗнмесӗр тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Моисей вара Мисаилпа Елцафана — Аарон ашшӗпе пӗртӑван Узиилӑн ывӑлӗсене — чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: кайӑр та хӑвӑр тӑванӑрсене таса вырӑнтан тапӑр тулашне йӑтса тухӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Моисей каланӑ пек, ҫавсем кайнӑ та вӗсене хитонӗсене хывмасӑрах тапӑр тулашне йӑтса тухнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене — Елеазарпа Ифамара — Моисей каланӑ: ҫара пуҫӑн ан ҫӳрӗр, тумтирӗрсене ан ҫуркалӑр: сирӗн вилмелле ан пултӑр, пӗтӗм халӑх ҫине ҫилӗ ӳкмелле ан пултӑр; анчах Ҫӳлхуҫамӑр ҫунтарса янипе ҫунса вилнисемшӗн сирӗн тӑванӑрсен, пӗтӗм Израиль халӑхӗн, йӗме юрать,</verse>
				<verse number="7">эсир пуху чатӑрӗн алӑкӗнчен ан тухӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫине Ҫӳлхуҫанӑн тасалӑх тивлечӗ кӳрекен ҫӑвне юхтарнӑ, тенӗ. Вара Моисей каланӑ пек тунӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="9">эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусем те пуху чатӑрне кӗнӗ чухне [е парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне] эрех те, хаяр шӗвек те ан ӗҫӗр: сирӗн вилмелле ан пултӑр. Ҫакӑ сире сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке,</verse>
				<verse number="10">сире ӑна тасатнӑ япалана тасатманнинчен, таса маррине тасинчен уйӑрма пӗлччӗр тесе</verse>
				<verse number="11">тата Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ мӗнпур йӗркене Израиль ывӑлӗсене вӗрентме тесе панӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала;</verse>
				<verse number="13">ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ;</verse>
				<verse number="14">силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай;</verse>
				<verse number="15">ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Моисей ҫылӑх парни кӳмелли качака такине шыра пуҫланӑ, анчах ӑна ҫунтарса янӑ-мӗн. [Моисей] вара Елеазарпа Ифамара — Ааронӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене — питӗ хытӑ ҫилленнӗ, вӗсене каланӑ:</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн эсир ҫылӑх парнине сӑваплӑ ҫӗрте ҫимерӗр? вӑл аслӑ сӑваплӑ япала-ҫке! ӑна сире халӑх ҫылӑхӗсене каҫарма, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатма панӑ;</verse>
				<verse number="18">акӑ унӑн юнне сӑваплӑ вырӑна шала илсе кӗмен, мана хушнӑ пек, сирӗн ку парнене сӑваплӑ ҫӗрте ҫимеллеччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Аарон Моисее каланӑ: акӑ вӗсем паян Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хӑйсенӗн ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳчӗҫ, маншӑн ҫавӑн пек килсе тухрӗ; ӗнтӗ эпӗ паян ҫылӑхшӑн кӳнӗ парнене ҫиес пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫамӑра юрӑхлӑ пулӗ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫакна илтсессӗн, Моисей унӑн сӑмахӗсене ырланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене калӑр: ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗхрен сире ҫиме юракан чӗрчунсем акӑ ҫаксем:</verse>
				<verse number="3">йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та, чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр;</verse>
				<verse number="4">ҫинӗ апатне кавлекен, йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫаксене анчах ан ҫийӗр: тӗвене ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар;</verse>
				<verse number="5">ҫӗр мулкачне те ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар;</verse>
				<verse number="6">мулкача та ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар;</verse>
				<verse number="7">сыснана та ан ҫийӗр — унӑн чӗрни икке уйӑрӑлнӑ, чӗрни хушши те тарӑн, анчах ҫинӗ апатне кавлемест, вӑл сирӗншӗн таса мар;</verse>
				<verse number="8">вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр, вӗсем сирӗншӗн таса мар.</verse>
				<verse number="9">Шыври мӗнпур чӗрчунран акӑ ҫаксене ҫийӗр: вӑл ҫырмара пурӑнать-и, тинӗсре-и, юханшывра-и, ҫуначӗпе хуппи пулсассӑн — ҫийӗр;</verse>
				<verse number="10">шывра ишсе ҫӳрекеннисенчен, шывра пурӑнаканнисенчен — вӗсем тинӗсре-и, ҫырмара-и — хӑшӗн те хӑшӗн ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, вӗсем пурте сирӗншӗн ирсӗр;</verse>
				<verse number="11">вӗсем сирӗншӗн ирсӗр пулмалла: вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисенчен йӗрӗнӗр;</verse>
				<verse number="12">ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, шывра пурӑнакан пур чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр.</verse>
				<verse number="13">Вӗҫен кайӑксенчен вара ҫаксенчен йӗрӗнӗр [вӗсене ҫимелле мар, вӗсем ирсӗр]: ӑмӑрткайӑкран, виле кайӑкӗнчен, тинӗс ӑмӑрткайӑкӗнчен,</verse>
				<verse number="14">хӑлатран, кӑйкӑрпа унӑн ӑрӑвӗнчен,</verse>
				<verse number="15">пур тӗрлӗ ҫӑханпа унӑн ӑрӑвӗнчен,</verse>
				<verse number="16">страусран, тӑманаран, чарлакран, хурчӑкапа унӑн ӑрӑвӗнчен,</verse>
				<verse number="17">ӳхӗрен, пулӑҫ-кайӑкран, ибисран,</verse>
				<verse number="18">акӑшран, пеликанран, ту хурчӑкинчен,</verse>
				<verse number="19">чарланран, зуйпа унӑн ӑрӑвӗнчен, хыркукпа ҫара ҫерҫирен.</verse>
				<verse number="20">Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пур чӗрчун та — ҫунатлисем те, тӑватӑ уранӑн ҫӳрекеннисем те — сирӗншӗн ирсӗр;</verse>
				<verse number="21">ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисенчен — ҫунатлисенчен, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисенчен — ҫӗр ҫинче сиксе ҫӳремешкӗн хӑшӗн ури туни вӑрӑм, ҫавсене анчах ҫийӗр;</verse>
				<verse number="22">вӗсенчен ҫаксене ҫийӗр: хӗрлӗ шӑрчӑкпа унӑн ӑрӑвӗнчисене, солампа унӑн ӑрӑвӗнчисене, харголпа унӑн ӑрӑвӗнчисене тата хагабпа унӑн ӑрӑвӗнчисене.</verse>
				<verse number="23">Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен ытти чӗрчун — ҫунатлисем, тӑватӑ ураллисем — пурте сирӗншӗн ирсӗр.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем пирки эсир таса мар пулатӑр: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="25">вӗсен виллине тытакан кирек кам та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="26">Йӗкӗр чӗрнеллӗ кирек хӑш выльӑх та, чӗрнисем хушшинче тарӑн ҫурӑк пулмасассӑн тата ҫинӗ апатне кавлемесессӗн, вӑл сирӗншӗн таса мар: ӑна сӗртӗнекен кирек камӑн та [каҫченех] таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="27">Тӑватӑ ураллӑ тискер кайӑксенчен сирӗншӗн пӳрнеллӗ ураллисем пурте таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="28">вӗсен виллине тытаканӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ: вӗсем сирӗншӗн таса мар.</verse>
				<verse number="29">Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсенчен сирӗншӗн акӑ мӗн-мӗн таса мар: каюра, шӑши, калтапа унӑн ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="30">анака, хамелеон, летаа, хомет тата тиншемет —</verse>
				<verse number="31">ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчунран ҫаксем сирӗншӗн таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫав чӗрчунсен хӑшӗн те пулин вилли пӗр-пӗр япала ҫине ӳксессӗн — йывӑҫ савӑт-и вӑл, тумтир-и, сӑран-и, михӗ-и е тата ӗҫе юрӑхлӑ япала-и — пурте таса мар пулӗ: вӗсене шыва чиксе лартмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ, кайран таса пулӗҫ;</verse>
				<verse number="33">вӗсенчен хӑшӗ те пулин пӗр-пӗр тӑм савӑт ӑшне кӗрсе ӳксессӗн, савӑтри япала таса мар пулӗ, вара [савӑтне] хӑйне ҫапса ҫӗмӗрӗр.</verse>
				<verse number="34">Ҫавӑн пек савӑтри шыв ҫимелли ҫимӗҫе тивес пулсассӑн, кирек мӗнле апат та [сирӗншӗн] таса мар пулӗ, ҫавӑн пек савӑтри ӗҫмелли кирек мӗнле шӗвек те таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="35">Вӗсен вилли таврашӗ лекнӗ япала пурте таса мар пулӗ; кӑмакана, вучаха ҫӗмӗрмелле: вӗсем таса мар, вӗсем те сирӗншӗн таса мар пулмалла;</verse>
				<verse number="36">ҫӑлкуҫӗ тата шыв тӑракан пусӑ анчах таса юлаҫҫӗ; кам та кам вӗсен виллине сӗртӗнет, ҫавӑ таса мар.</verse>
				<verse number="37">Вӗсен вилли таврашӗ пӗр-пӗр акакан вӑрлӑха лексессӗн, вӑл тасах юлӗ;</verse>
				<verse number="38">анчах вӑрлӑхӗ ҫине шыв янӑ пулсассӑн, вӗсен вилли таврашӗ ҫавӑнта лекнӗ пулсассӑн, вӑрлӑх сирӗншӗн таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="39">Хӑвӑр пусса ҫиекен пӗр-пӗр выльӑх вилсессӗн, унӑн виллине сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="40">ҫав виле ашне ҫиекенӗн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑй каҫченех таса мар пулӗ; кам та кам ҫав вилене йӑтса каять, унӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑй каҫченех таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="41">Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен кирек хӑш чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр, ӑна ҫиес пулмасть;</verse>
				<verse number="42">ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсене — хырӑмпа шӑваканнисене те, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисене те, нумай ураллисене те — пӗрне те ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ирсӗр;</verse>
				<verse number="43">ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр, вӗсем урлӑ таса мар пулмашкӑн вӗсем урлӑ хӑвӑра хӑвӑр ан варалӑр;</verse>
				<verse number="44">Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: тасалӑх тивлетне илӗр, сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ [Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр] сӑваплӑ; ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр;</verse>
				<verse number="45">Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. Ҫапла ӗнтӗ сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сӑваплӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен, вӗҫен кайӑксем тӗлӗшӗнчен, шывра пурӑнакан пур чӗрчун тӗлӗшӗнчен, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пур чӗрчун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун — ҫакӑ,</verse>
				<verse number="47">ӑна таса маррине тасинчен, ҫиме юракан чӗрчунсене ҫиме юраман чӗрчунсенчен уйӑрса илме панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене кала: хӗрарӑм йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратсассӑн, вӑл ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; уйӑх хушши вӑхӑтӗнче тасалса асапланнӑ кунсенчи пек, вӑл таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="3">саккӑрмӗш кунне ачийӗн хӗрринчи ӳтне касӗҫ;</verse>
				<verse number="4">амӑшӗн вӑтӑр виҫӗ кун хӑй юнӗнчен тасалса килте лармалла; тасалмалли кунӗсем иртмесӗр нимӗнле сӑваплӑ япалана та сӗртӗнмелле мар, кӗлӗ чатӑрӗ патне те пымалла мар.</verse>
				<verse number="5">Хӗрача ҫуратсассӑн, вӑл хӑй тасалнӑ хушӑра икӗ эрне хушши таса мар пулӗ, юнӗнчен тасалма вара утмӑл ултӑ кун хушши килте лармалла.</verse>
				<verse number="6">Ывӑл ачишӗн е хӗрачишӗн тасалма хунӑ кунӗсем иртсессӗн, унӑн пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре, священник патне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи путек илсе пымалла, ҫылӑх парни кӳме ҫамрӑк кӑвакарчӑн е улатӑпа илсе пымалла;</verse>
				<verse number="7">священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умне кӳрӗ те арӑма тасатӗ, вӑл вара юнӗ юхнинчен тасалӗ. Ывӑл ача е хӗрача ҫуратнӑ хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун — ҫакӑ.</verse>
				<verse number="8">Унӑн путек памашкӑн халӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — пӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме, тепӗрне ҫылӑх парни кӳме — илсе пытӑр, вара священник арӑма тасатӗ те, вӑл таса пулӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине шыҫӑ е тимре, е шатра тухса ӳт-тирӗ ҫинче тилҫе суранӗ евӗрлӗ пулса кайсассӑн, ӑна Аарон священник патне е унӑн пӗр-пӗр ывӑлӗ патне, священник патне, илсе каймалла;</verse>
				<verse number="3">священник унӑн ӳт-тирӗ ҫинчи суран чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, суранӗ ҫинчи ҫӑмӗ шуралса кайнӑ пулсассӑн, суранӗ ӳте ҫисе шалалла кайнӑ пулсассӑн, вӑл — тилҫе суранӗ; священник ҫак ҫынна тӗплӗн пӑхса тухӗ те ӑна таса мар тейӗ.</verse>
				<verse number="4">Унӑн ӳт-тирӗ ҫинче шурӑ пӑнчӑ пулсассӑн, анчах вӑл ӳт ӑшне шалалла кайман пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралман пулсассӑн, священникӑн ҫав суранлӑ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартмалла;</verse>
				<verse number="5">ҫиччӗмӗш кунне священникӑн ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ унчченхи пекех пулсассӑн, ӳт тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, священник ӑна тата ҫичӗ куна хупса лартмалла;</verse>
				<verse number="6">ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна каллех тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ палӑрсах каймасть пулсассӑн, суранӗ ӳт тӑрӑх сарӑлса кайман пулсассӑн, священникӑн ку ҫынна таса темелле: ку — тимре, ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та вара таса пулӗ.</verse>
				<verse number="7">Священник патне тасалма пырса кайнӑ хыҫҫӑн тимре унӑн ӳчӗ тӑрӑх сарӑла пуҫласассӑн, унӑн тепӗр хут священник патне пымалла;</verse>
				<verse number="8">тимре унӑн ӳчӗ тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе.</verse>
				<verse number="9">Камӑн та пулин ӳчӗ ҫинче тилҫе пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пымалла;</verse>
				<verse number="10">священник ӑна пӑхса тухӗ, ӳчӗ ҫинчи шыҫҫи шурӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, шыҫӑ какайланса тӑрать пулсассӑн,</verse>
				<verse number="11">ку — унӑн ӳчӗ ҫинче тахҫанах пуҫланнӑ тилҫе; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ те хупса лартӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл таса мар.</verse>
				<verse number="12">Тилҫи ҫын ӳт-тирӗ ҫинче ҫеҫкеленсе каяс пулсассӑн, унӑн пӗтӗм ӳтне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури патне ҫитичченех, священник куҫӗ курма пултарнӑ таранах, хупласа илес пулсассӑн,</verse>
				<verse number="13">священник унӑн пӗтӗм ӳтне тилҫе хупласа илнине курӗ те чирлӗ ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех шап-шурӑ пулса кайнӑ: вӑл таса.</verse>
				<verse number="14">Анчах ун ҫинче ӳчӗ какайланса тӑрать пулсассӑн, вӑл таса мар;</verse>
				<verse number="15">ӳчӗ какайланса тӑнине курсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ; какайланса тӑни таса мар: ку — тилҫе.</verse>
				<verse number="16">Какайланса тӑракан ӳчӗ улшӑнса шуралса кайсассӑн, ҫав ҫын священник патне пытӑр;</verse>
				<verse number="17">священник ӑна пӑхса тухӗ те, суранӗ шуралса кайнӑ пулсассӑн, чирлӗ ҫынна таса тейӗ; вӑл таса.</verse>
				<verse number="18">Камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине ҫӑпан тухнӑ пулсассӑн, кайран тӳрленнӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="19">ҫӑпан вырӑнне шурӑ шыҫӑ е шурӑ шатра, е хӗрлӗрех шатра тухса ларсассӑн, унӑн священник патне пымалла;</verse>
				<verse number="20">священник ӑна пӑхса тухӗ, шатри тир айне кайнӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ, вӑл ҫӑпан вырӑнӗнче чӗрӗлсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="21">священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, ҫав ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ;</verse>
				<verse number="22">суранӗ ӳт тӑрӑх питӗ сарӑлса пыра пуҫласассӑн, священник ҫак ҫынна таса мар тейӗ: ку — суран чир;</verse>
				<verse number="23">суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, сарӑлмасть пулсассӑн, ку ҫӑпан пиҫӗхни анчах, священник ҫав ҫынна таса тейӗ.</verse>
				<verse number="24">Е тата камӑн та пулин ӳт-тирӗ вутпа пиҫсе кайсассӑн, пиҫни тӳрленнӗ вырӑна хӗрлӗрех е шурӑ пӑнчӑ тухсассӑн,</verse>
				<verse number="25">священник пӑнчӑ ҫинчи ҫӑмӗ шуралнине курсассӑн, суранӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ку вара тилҫе чирӗ, вӑл ӳт пиҫнӗ вырӑнта чӗрӗлсе кайнӑ; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ;</verse>
				<verse number="26">священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, священник ӑна ҫичӗ куна хупса лартӗ;</verse>
				<verse number="27">ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те пӑнчӑ ӳт-тир тӑрӑх питӗ сарӑлса пырать пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ;</verse>
				<verse number="28">суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть, ҫитменнине тата палӑрсах каймасть пулсассӑн, ку пӗҫертнипе пулнӑ шыҫӑ; священник ҫав ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн ку пӗҫертнипе ҫеҫ пиҫӗхсе тӑрать.</verse>
				<verse number="29">Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн пуҫӗнче е янахӗ ҫинче кӗсен пулсассӑн,</verse>
				<verse number="30">священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ те, кӗсенӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ун ҫинчи ҫӳҫӗ сарӑхса ҫинҫелнӗ пулсассӑн, священник ҫав ҫынсене таса мар тейӗ: ку — кӗсен чирӗ, ку — пуҫри е янах ҫинчи тилҫе чирӗ;</verse>
				<verse number="31">священник кӗсен суранне пӑхсассӑн, кӗсенӗ тир айне кайман, ун ҫинчи ҫӳҫӗ те хура мар пулсассӑн, священник ҫав кӗсенлӗ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ;</verse>
				<verse number="32">ҫиччӗмӗш кунне священник сурана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсенӗ сарӑлмасть пулсассӑн, ун ҫинче сарӑхнӑ ҫӳҫ те ҫук пулсассӑн, кӗсен тир айне кайман пулсассӑн,</verse>
				<verse number="33">чирлӗ ҫыннӑн ҫӳҫне-сухалне касса ямалла, анчах кӗсенлӗ вырӑна касас пулмасть, вара священникӑн кӗсенлӗ ҫынна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса лартмалла;</verse>
				<verse number="34">ҫиччӗмӗш кунне священник кӗсен чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсен ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, тир айне те кайман пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса тейӗ: ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та, вӑл таса пулӗ.</verse>
				<verse number="35">Тасалнӑ хыҫҫӑн кӗсен чирӗ унӑн ӳт-тирӗ тӑрӑх питӗ сарӑла пуҫласассӑн,</verse>
				<verse number="36">священник ҫав ҫыннӑн ӳт-тирӗ тӑрӑх кӗсен чирӗ сарӑлса пынине курсассӑн, священник сарӑхнӑ ҫӳҫ шыраса ан тӑтӑр: ҫав ҫын таса мар.</verse>
				<verse number="37">Кӗсенӗ унчченхи пекех пулсассӑн, анчах ун ҫине хура ҫӳҫ пӗрчи шӑтса тухрӗ пулсассӑн, кӗсен иртнӗ ӗнтӗ, вӑл ҫын таса; священник ӑна таса тейӗ.</verse>
				<verse number="38">Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн ӳт-тирӗ ҫинче пӑнчӑсем, шурӑ пӑнчӑсем, пулсассӑн,</verse>
				<verse number="39">священник вӗсен ӳт-тирӗ ҫинчи пӑнчӑсем шупка шурӑ иккенне курсассӑн, ку — ӳт ҫине тухнӑ тимре анчах: ҫав ҫын таса.</verse>
				<verse number="40">Камӑн та пулин пуҫӗнчи ҫӳҫӗ тӑкӑнса пӗтнӗ пулсассӑн, вӑл — кукша ҫын: вӑл таса;</verse>
				<verse number="41">пуҫӗн мал енчи ҫӳҫӗ тӑкӑнса пӗтнӗ пулсассӑн, вӑл — шакла ҫамкаллӑ ҫын: вӑл таса.</verse>
				<verse number="42">Кукши ҫинче е шакла ҫамки ҫинче шурӑ е хӗрлӗрех пӑнчӑ пулсассӑн, эппин, унӑн кукши ҫинче е шакла ҫамки ҫинче тилҫе амаланса кайнӑ;</verse>
				<verse number="43">священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те унӑн кукши ҫинчи е шакла ҫамки ҫинчи суран шыҫҫи шурӑ е хӗрлӗрех пулсассӑн, ӳт-тир тилҫи евӗрлӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="44">вӑл — тилҫе ернӗ ҫын, вӑл таса мар; священникӑн ӑна таса мар темелле, унӑн пуҫӗ ҫинче чир пур.</verse>
				<verse number="45">Ҫав чир ернӗ тилҫеллӗ ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуркаласа пӗтертӗр, пуҫне ан виттӗр, ҫӑварӗ таранах хупланса ҫӳретӗр: таса мар! таса мар! тесе кӑшкӑртӑр.</verse>
				<verse number="46">Унӑн чирӗ хӑҫанччен пырать, ҫавӑнччен вӑл таса мар шутланать, вӑл таса мар; унӑн уйрӑм пурӑнмалла, унӑн ҫурчӗ тапӑр тулашӗнче.</verse>
				<verse number="47">Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче,</verse>
				<verse number="48">е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн,</verse>
				<verse number="49">тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла;</verse>
				<verse number="50">священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ;</verse>
				<verse number="51">ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир;</verse>
				<verse number="52">священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.</verse>
				<verse number="53">Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн,</verse>
				<verse number="54">вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ;</verse>
				<verse number="55">чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.</verse>
				<verse number="56">Эхер те ҫунӑ хыҫҫӑн священник чир сахалрах палӑрнине курсассӑн, священник ӑна тумтиртен е сӑран ҫумӗнчен, е кумми, е ураҫҫи ҫумӗнчен татса илтӗр.</verse>
				<verse number="57">Чирӗ тумтир ҫинче е кумӑ, е ураҫҫи ҫинче, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинче каллех палӑрать пулсассӑн, ку вӑл амаланакан чир: чир ернӗ япалана вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр.</verse>
				<verse number="58">Тумтире е куммине, е ураҫҫине, е пӗр-пӗр сӑран япалана ҫусассӑн, вӗсем ҫинчи чир кайрӗ пулсассӑн, вӗсене тепӗр хут ҫумалла, вӗсем вара таса пулӗҫ.</verse>
				<verse number="59">Ҫӑм тумтир е йӗтӗн тумтир ҫинчи, е кумӑ, е ураҫҫи ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи тилҫе чирӗ ҫинчен, ҫав япаласем тасине е таса маррине мӗнле пӗлтермелли ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">тилҫе чирӗпе чирлӗ ҫынна тасатмалла пулсассӑн, ун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна священник патне илсе пырӗҫ;</verse>
				<verse number="3">священник тапӑр тулашне тухӗ, тилҫе чирӗпе чирлекен ҫын тилҫе чирӗнчен сывалнине курсассӑн,</verse>
				<verse number="4">священник тасалакан ҫын валли икӗ таса чӗрӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип, иссоп илсе пыма хушӗ,</verse>
				<verse number="5">унтан священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлне тытса пусма хушӗ;</verse>
				<verse number="6">хӑй вӑл чӗрӗ вӗҫен кайӑкне, кедр йывӑҫне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, иссопне илӗ, ҫакна тата чӗрӗ вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тӗлне тытса пуснӑ вӗҫен кайӑк юнӗпе йӗпетӗ;</verse>
				<verse number="7">унтан тилҫе чирӗнчен тасалакан ҫын ҫине ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, вара ҫав ҫынна таса тейӗ, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хире вӗҫтерсе ярӗ.</verse>
				<verse number="8">Тасалакан ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатӗ, хӑйӗн пӗтӗм ҫӳҫне касса ярӗ, вара шывпа ҫӑвӑнӗ те таса пулӗ; унтан тапӑра кӗрӗ, ҫичӗ кун хушши хӑй чатӑрӗн тулашӗнче пурӑнӗ;</verse>
				<verse number="9">ҫиччӗмӗш кунне вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫӳҫне хырса тӑкӗ, пуҫне, сухалне, куҫ харшисене, мӗнпур ҫӳҫне хырса ярӗ, тумтирне ҫуса тасатӗ, ӳтне шывпа ҫӑвӗ, вара таса пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ;</verse>
				<verse number="11">тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ;</verse>
				<verse number="12">унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ;</verse>
				<verse number="13">такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала;</verse>
				<verse number="14">унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ;</verse>
				<verse number="15">священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ;</verse>
				<verse number="16">священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ;</verse>
				<verse number="17">ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ;</verse>
				<verse number="18">ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫылӑх парни кӳрсе, священник тасалакан ҫынна унӑн тасамарлӑхӗнчен тасатӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пусӗ;</verse>
				<verse number="20">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине священник парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ те — вӑл таса пулӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр;</verse>
				<verse number="22">тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ;</verse>
				<verse number="23">ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр;</verse>
				<verse number="24">священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ;</verse>
				<verse number="25">ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ;</verse>
				<verse number="26">священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ,</verse>
				<verse number="27">сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ;</verse>
				<verse number="28">ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ;</verse>
				<verse number="29">ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ;</verse>
				<verse number="30">вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ;</verse>
				<verse number="31">тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.</verse>
				<verse number="32">Хӑйне тасатмалла чухне юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, тилҫе чирӗпе чирленӗ ҫын тӗлӗшпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="34">эсир Эпӗ сирӗн аллӑра паракан Ханаан ҫӗрне кӗрсессӗн, хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗрте Эпӗ сирӗн килӗр-ҫуртӑрсене тилҫе чирӗ ярсассӑн,</verse>
				<verse number="35">ҫавнашкал ҫурт хуҫин священник патне каймалла та «манӑн пӳрт ҫинче чир евӗрлӗскер палӑрчӗ» темелле.</verse>
				<verse number="36">Пӳртре мӗн пурри пурте таса мар пулса ан тӑтӑр тесе, священник чир пӑхма кӗриччен малтан ҫав пӳрте пушатма хушӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн священник пӳрт пӑхма пырӗ.</verse>
				<verse number="37">Вӑл чире пӑхса тухӗ те, ҫав чир пӳрт стенисене ҫисе кӗрсе симӗсрех е хӗрлӗрех путӑксем тунине курсассӑн,</verse>
				<verse number="38">пӳртрен алӑк тулашне тухса пӳртне ҫичӗ куна питӗрсе лартӗ.</verse>
				<verse number="39">Ҫиччӗмӗш кунне священник каллех пырӗ, чирӗ пӳрт стенисем тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн,</verse>
				<verse number="40">священник чир ернӗ чулӗсене хайӑрса кӑларма, унтан вӗсене хула тулашне таса мар ҫӗре кайса пӑрахма хушӗ;</verse>
				<verse number="41">пӳртне шалтан пӗтӗмпех хырса тухчӑр, хырса тӑкнӑ тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкчӑр;</verse>
				<verse number="42">унтан урӑх чулсем илччӗр те леш чулӗсем вырӑнне кӗртсе лартчӑр, урӑх тӑм илччӗр те пӳрте ҫӗнӗрен тӑмпа шӑлса тухчӑр.</verse>
				<verse number="43">Чирӗ чулсене хайӑрса кӑларса, пӳрте хырса тухса ҫӗнӗрен шӑлнӑ хыҫҫӑн та палӑрать, ҫеҫкеленсе тӑрать пулсассӑн,</verse>
				<verse number="44">священник пырса пӑхӗ те, эхер те пӳрт ҫинчи чир сарӑлнӑ пулсассӑн, апла ку — ҫиекен тилҫе, вӑл пӳрт таса мар;</verse>
				<verse number="45">ҫав пӳрте ҫӗмӗрмелле, унӑн чулӗсене, йывӑҫне, ӑна шӑлнӑ мӗнпур тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкмалла;</verse>
				<verse number="46">пӳрт питӗрӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра унта кам та кам кӗрет, ҫавӑ каҫченех таса мар;</verse>
				<verse number="47">кам ҫав пӳртре ҫывӑрать, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ]; кам ҫав пӳртре апат ҫиет, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ].</verse>
				<verse number="48">Священник каллех пырса пӑхӗ те, пӳрте тӑмпа шӑлса тухнӑ хыҫҫӑн пӳрт ҫинчи чир сарӑлманнине курсассӑн, ҫав пӳрте таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн чирӗ иртнӗ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="49">Пӳрте тасатмашкӑн вӑл икӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип тата иссоп илӗ;</verse>
				<verse number="50">пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлӗнче тытса пусӗ;</verse>
				<verse number="51">унтан кедр йывӑҫне, иссопне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне илӗ те вӗсене пуснӑ вӗҫен кайӑкӑн юнӗпе тата ҫӑл шывӗпе йӗпетӗ, пӳртне ҫичӗ хутчен сирпӗтӗ;</verse>
				<verse number="52">пӳрте вара вӗҫен кайӑк юнӗпе, ҫӑл шывӗпе, чӗрӗ вӗҫен кайӑкпа, кедр йывӑҫӗпе, иссоппа тата йӑм хӗрлӗ ҫиппе тасатӗ;</verse>
				<verse number="53">чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хула тулашне хире кӑларса ярӗ, ҫапла пӳрте тасатӗ, пӳрт таса пулӗ.</verse>
				<verse number="54">Тӗрлӗ тилҫе чирӗ ҫинчен, кукша чирӗ ҫинчен,</verse>
				<verse number="55">тумтир ҫинчи тата кил-ҫуртри тилҫе ҫинчен, шыҫӑ ҫинчен, тимре ҫинчен тата шатра ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ —</verse>
				<verse number="56">ӑна ҫав япаласем хӑҫан тасипе хӑҫан таса маррине кӑтартмашкӑн панӑ. Тилҫе ҫинчен хунӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене пӗлтерӗр, вӗсене калӑр: камӑн та пулин ӳтӗнчен юхса тухсассӑн, ҫав ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула таса мар.</verse>
				<verse number="3">Ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула тасамарланни ҫинчен калакан [саккун] акӑ ҫакӑ: унӑн ӳтӗнчен юхса тухаканни юхать пулсассӑн е ҫав юхаканни ӳтӗнче чарӑнса-тытӑнса тӑрать пулсассӑн, ҫакӑ унӑн тасамарлӑхӗ пулать;</verse>
				<verse number="4">ҫавӑн пек ҫын выртнӑ кирек мӗнле вырӑн та таса мар; кирек мӗнле япала та, ун ҫине [вӑрлӑхӗ юхакан ҫын] ларсассӑн, таса мар;</verse>
				<verse number="5">кам унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="6">кам та кам ӳтӗнчен юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫине ларать, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="7">кам та кам юхтарса ҫӳрекен ҫыннӑн ӳтне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="8">юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын таса ҫын ҫине сурсассӑн, таса пулнӑ ҫыннин тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="9">кирек мӗнле лав та, ун ҫинче юхтарса ҫӳрекен ҫын ларса пынӑ пулсассӑн, [каҫченех] таса мар [пулӗ];</verse>
				<verse number="10">ҫав чирлӗ ҫын айӗнче пулнӑ пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; ҫав япалана ҫӗклесе каякан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="11">юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын, аллине шывпа ҫумасӑр кама та пулин сӗртӗнсессӗн, ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="12">юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын тӑм савӑта сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫӗмӗрмелле, йывӑҫ савӑт-сапана кирек хӑшне те шывпа ҫумалла, [вара таса пулӗ].</verse>
				<verse number="13">Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ;</verse>
				<verse number="14">саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ;</verse>
				<verse number="15">священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.</verse>
				<verse number="16">Камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, унӑн пӗтӗм ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="17">кирек мӗнле тумтире те, кирек мӗнле сӑран япалана та, вӗсем ҫине вӑрлӑх лексессӗн, шывпа ҫуса тасатмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ;</verse>
				<verse number="18">хӗрарӑмпа выртсассӑн арҫыннӑн вӑрлӑхӗ юхса тухрӗ пулсассӑн, вӗсен шывпа ҫӑвӑнмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Хӗрарӑмӑн юн кайнӑ кунӗсем пулсассӑн, унӑн хӑй тасалса ҫитиччен ҫичӗ кун килте лармалла, ун ҫумне сӗртӗнсессӗн кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="20">хӑй тасалнӑ вӑхӑтра вӑл мӗн ҫине выртӗ, ҫавӑ пӗтӗмпех таса мар; мӗн ҫине ларӗ, ҫавӑ та пӗтӗмпех таса мар;</verse>
				<verse number="21">вӑл выртакан вырӑна сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="22">вӑл ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="23">кам та пулин унӑн вырӑнӗ ҫинчи е вӑл ларнӑ ҫӗрти пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, каҫченех таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="24">упӑшки унпа выртса ҫывӑрас пулсассӑн, арӑмӗн тасамарлӑхӗ упӑшки ҫинче пулӗ; вӑл ҫичӗ кун таса мар пулӗ, вӑл выртакан кирек мӗнле вырӑн та таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="25">Хӗрарӑмӑн тасалмалли вӑхӑтра ҫеҫ мар, ахаль чухнех чылай кун хушши юн юхать пулсассӑн е тата тасалмалли вӑхӑтӗнче юн юхни вӑраха кайсассӑн, вӑл ахаль кунсенче юн кайнӑ чухне те, тасалмалли вӑхӑтӗнче юн кайнӑ чухне те таса мар;</verse>
				<verse number="26">вӑл ахаль кунсенче юн юхнӑ чухне выртакан кирек мӗнле вырӑн та, тасалмалли вӑхӑтӗнче выртнӑ вырӑн пекех, таса мар пулӗ; кирек мӗнле япала та, ун ҫине вӑл ларас пулсассӑн, тасалмалли вӑхӑтӗнчи пек таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="27">вӗсене сӗртӗнекен кирек кам та таса мар пулӗ: ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="28">Тасамарлӑхӗ юхма чарӑнсассӑн, хӗрарӑмӑн хӑйӗн валли ҫичӗ кун картса хумалла, кайран вара таса пулӗ;</verse>
				<verse number="29">саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те вӗсене священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна илсе пырӗ;</verse>
				<verse number="30">священник вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, вара священник ӑна тасамарлӑхӗ юхнинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.</verse>
				<verse number="31">Израиль ывӑлӗсене хӑйсен тасамарлӑхӗнчен ҫапла сыхлантарса тӑрӑр: вӗсем Манӑн хӑйсем хушшинчи ҫуртӑма ирсӗрлентерсе хӑйсен тасамарлӑхӗпех вилсе ан кайччӑр.</verse>
				<verse number="32">Юхтарса ҫӳрекен ҫын ҫинчен, вӑрлӑхӗ юхса тухнипе тасамарланнӑ арҫын ҫинчен,</verse>
				<verse number="33">тасалнӑ чухне асапланакан хӗрарӑм ҫинчен, юхакан чирпе аптӑракан арҫын е хӗрарӑм ҫинчен, таса мар арӑмӗпе выртса ҫывӑракан упӑшки ҫинчен хунӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Ааронӑн икӗ ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа умне [ют вутпа] пырса вилнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ,</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона, хӑвӑн пиччӳне, кала, вӑл сӑваплӑ вырӑна, чаршав хыҫне, [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен] саккун арчийӗн [тасатакан] хупӑлчи умне кирек хӑш вӑхӑтра та ан кӗтӗр, унӑн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ хупӑлча тӗлӗнче пӗлӗт ӑшӗнче курӑнӑп.</verse>
				<verse number="3">Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така;</verse>
				<verse number="4">унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр;</verse>
				<verse number="5">Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.</verse>
				<verse number="6">Хӑйшӗн Аарон ҫылӑх парни пӑру кӳрӗ, вара хӑйне те, хӑйӗн килне те тасатӗ.</verse>
				<verse number="7">Унтан икӗ качака таки илӗ те вӗсене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ;</verse>
				<verse number="8">Аарон икӗ качака таки пирки шӑпа ярӗ: пӗр шӑпи — Ҫӳлхуҫашӑн, тепӗр шӑпи — ирӗке ямалли;</verse>
				<verse number="9">Аарон Ҫӳлхуҫашӑн шӑпа тухнӑ качака такине илсе пырӗ те ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳрӗ,</verse>
				<verse number="10">ирӗке яма шӑпа тухнӑ качака такине вара Ҫӳлхуҫа умне чӗрӗ халлӗн илсе пырса тӑратӗ, ӑна, тасатмалли йӗрке тӑрӑх тасатса, пушхире ирӗке кӑларса ярӗ, [вӑл вара хӑй ҫинче вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ].</verse>
				<verse number="11">Аарон хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пӑру илсе пырӗ, хӑйне те, хӑйӗн килне те тасатӗ, пӑрӑвне хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пусса пӑрахӗ;</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ ҫинчен ҫунса тӑракан кӑвара тӗтӗркӗч туллиех илӗ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, вакӑ тӗпретнӗскере, ывӑҫ тулли илӗ те чаршав хыҫне илсе кӗрӗ;</verse>
				<verse number="13">хӑйӗн вилмелле ан пултӑр тесе, тӗтӗрмеллине Ҫӳлхуҫа умне вут-ҫулӑм ҫине хурӗ, тӗтӗрнӗ тӗтӗм саккун арчи ҫинчи хупӑлчана пӗлӗт пек хупӑрласа илӗ;</verse>
				<verse number="14">унтан Аарон пӑру юнне илӗ те хупӑлча ҫине мал енчен тата хупӑлча умне пӳрнипе сирпӗтӗ, ҫичӗ хутчен пӳрнипе юн сирпӗтӗ.</verse>
				<verse number="15">Халӑхшӑн ҫылӑх парни кӳме качака таки пусӗ, юнне чаршав хыҫне илсе кӗрӗ те, пӑру юнӗпе мӗн тунӑ, унӑн юнӗпе те ҫавнах тӑвӗ: арча хупӑлчийӗ ҫине тата хупӑлча умне сирпӗтӗ, —</verse>
				<verse number="16">Израиль ывӑлӗсен тасамарлӑхӗнчен, вӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсенчен, вӗсен мӗнпур ҫылӑхӗнчен сӑваплӑ вырӑна ҫапла тасатӗ. Вӗсем патӗнче, вӗсен тасамарлӑхӗ хушшинче вырӑнаҫнӑ пуху чатӑрӗ тӗлӗшӗнчен те унӑн ҫаплах тумалла.</verse>
				<verse number="17">Вӑл сӑваплӑ вырӑна тасатма кӗнӗ чухне, вӑл унтан тухичченех пуху чатӑрӗнче пӗр ҫын та пулмалла мар. Вӑл хӑйне, хӑйӗн килне тата пӗтӗм Израиль халӑхне ҫапла тасатӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ умне тухӗ те ӑна тасатӗ, пӑру юнӗпе качака таки юнне илсе парне вырӑнӗн мӑйракисене пур енчен те сӗрсе тухӗ;</verse>
				<verse number="19">парне вырӑнӗ ҫине пӳрнипе ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, ӑна тасатӗ, Израиль ывӑлӗсен тасамарлӑхӗнчен тасатса тасалӑх тивлечӗ кӳрӗ.</verse>
				<verse number="20">Сӑваплӑ вырӑна, пуху чатӑрне тата парне вырӑнне тасатас йӗркене туса ҫитерсессӗн [тата священниксене тасатсассӑн], вӑл чӗрӗ качака таки илсе пырӗ,</verse>
				<verse number="21">Аарон хӑйӗн икӗ аллине чӗрӗ качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ун тӗлӗнче Израиль ывӑлӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне, вӗсен мӗнпур усал ӗҫне, вӗсен мӗнпур ҫылӑхне каласа асӑнӗ, ҫавсене качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ӑна ятарласа чӗнтернӗ ҫынпа пушхире кӑларса ярӗ:</verse>
				<verse number="22">качака таки вара вӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫинче ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ; ҫав ҫынни качака такине пушхире ярса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="23">Аарон пуху чатӑрне кӗрӗ те сӑваплӑ вырӑна кӗнӗ чухне тӑхӑннӑ йӗтӗн тумтирӗсене хывса вӗсене ҫавӑнта хӑварӗ,</verse>
				<verse number="24">ӳтне сӑваплӑ ҫӗрте шывпа ҫӑвӗ те хӑйӗн тумтирӗсене тӑхӑнӗ, унтан тухӗ те хӑйшӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ тата халӑхшӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, хӑйне те, [хӑйӗн килне те,] халӑха та, [священниксене те] тасатӗ;</verse>
				<verse number="25">ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарӗ.</verse>
				<verse number="26">Кӑларса ямалли качака такине леҫнӗ ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫумалла, ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, вӑл вара тапӑра кӗме пултарать.</verse>
				<verse number="27">Сӑваплӑ вырӑна ҫылӑхшӑн кӳнӗ пӑрупа ҫылӑхшӑн кӳнӗ качака такин юнӗпе тасатнӑ хыҫҫӑн вӗсен тирӗсене, вӗсен ашне, вӗсен тасамарлӑхне тапӑр тулашне илсе тухчӑр та вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яччӑр;</verse>
				<verse number="28">вӗсене ҫунтарса яракан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫумалла, ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тапӑра кӗме пултарать.</verse>
				<verse number="29">Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан та, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр,</verse>
				<verse number="30">сире хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫылӑхӑртан тасатмашкӑн, сире Ҫӳлхуҫа умӗнче таса тумашкӑн сире ҫакӑ кун тасатаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="31">ку — сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр: ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.</verse>
				<verse number="32">Тасатас йӗркене ҫу сӗрсе суйласа лартнӑ священник тумалла; ӑна хӑйӗн ашшӗ вырӑнне священник ӗҫне туса тӑма суйланӑ, вӑл йӗтӗн тумтир, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир, тӑхӑнӗ те</verse>
				<verse number="33">Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме тата пуху чатӑрне тасатӗ, парне вырӑнне тасатӗ, священниксене, мӗнпур халӑха тасатӗ.</verse>
				<verse number="34">Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: Израиль ывӑлӗсене мӗнпур ҫылӑхӗсенчен ҫулталӑкра пӗрре тасатмалла, тенӗ. Вӑл вара Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать, те:</verse>
				<verse number="3">Израиль килӗнчи ҫынсенчен [е сирӗн пата ютран килсе хутшӑннисенчен] кам та пулсан тапӑрта пӑру е сурӑх, е качака пуссассӑн, е кам та пулсан тапӑр тулашӗнче пуссассӑн,</verse>
				<verse number="4">ӑна Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ умӗнче Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасассӑн, [пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е ҫӑлӑнӑҫ парни — Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне — кӳме илсе пымасассӑн е кам та пулин тапӑр тулашӗнче, пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасӑр пуссассӑн,] ҫав ҫын ҫинче юн пулӗ: вӑл юн тӑкнӑ, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ;</verse>
				<verse number="5">ҫавӑнпа та Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хирте пусакан парнисене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, священник патне, илсе пыччӑр та вӗсене Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парнийӗ кӳме пусчӑр;</verse>
				<verse number="6">юнне священник пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине сирпӗтӗ, ҫӑвне Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳме ҫунтарса ярӗ:</verse>
				<verse number="7">вӗсем, йӗрӗхсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрекенскерсем, малашне хӑйсен парнисене йӗрӗхсене ан кӳччӗр. Ҫакӑ вӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр.</verse>
				<verse number="8">Вӗсене тата кала: Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е урӑх парне кӳрет пулсассӑн,</verse>
				<verse number="9">ӑна Ҫӳлхуҫана кӳме пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне илсе пымасассӑн, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан мӗнле те пулин юн ҫиес пулсассӑн, Хамӑн сӑнӑма юн ҫиекен ҫыннӑн чунӗ енне ҫавӑрӑп та ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп,</verse>
				<verse number="11">мӗншӗн тесессӗн ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать;</verse>
				<verse number="12">Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм та: сирӗнтен пӗри те юн ҫимелле мар, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та юн ҫимелле мар, терӗм.</verse>
				<verse number="13">Израиль ывӑлӗсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан сунарта ҫӳренӗ чухне ҫиме юракан тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк тытсассӑн, вӑл унӑн юнӗ юхса пӗтичченех кӗтсе тӑмалла, юнне тӑпрапа витмелле.</verse>
				<verse number="14">Мӗншӗн тесессӗн кирек мӗнле ӳтӗн те чунӗ — унӑн юнӗ, юн ӳтӗн чунӗ пулать; Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм ӗнтӗ: нимӗнле ӳтрен тухакан юна та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн кирек мӗнле ӳтӗн те чунӗ — унӑн юнӗ: ӑна ҫиекен кирек хӑш ҫынна та пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Виле ашне ҫиекен е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ аша ҫиекен кирек кам та — ҫав ҫӗрти ҫын пулсан та, ютран килнӗ ҫын пулсан та — хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ, кайран таса пулӗ;</verse>
				<verse number="16">[хӑйӗн тумтирне] ҫуса тасатмасассӑн, ӳтне ҫумасассӑн, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫине илӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑр пурӑннӑ Египет ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх ан пурӑнӑр, Эпӗ сире илсе каякан Ханаан ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх та ан пурӑнӑр, вӗсен йӑлисем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр:</verse>
				<verse number="4">Манӑн саккунсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр, вӗсем тӑрӑх пурӑнӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн саккунсене тытса пурӑнӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, ҫын чӗрӗ пулӗ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].</verse>
				<verse number="6">Никам та хӑйне хурӑнташ тивекен пӗр хӗрарӑм патне те унӑн ҫарамасне уҫасшӑн ан пытӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑн аҫу, хӑвӑн аннӳ ҫарамасне ан уҫ, ку — санӑн аннӳ, унӑн ҫарамасне ан уҫ.</verse>
				<verse number="8">Аҫу арӑмӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл аҫун ҫарамасӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑн аппун, йӑмӑкун — аҫу хӗрӗн е аннӳ хӗрӗн — ҫарамасне, килте ҫуралнӑ-и вӗсем, килте мар-и, вӗсен ҫарамасне ан уҫ.</verse>
				<verse number="10">Ывӑлу хӗрӗн ҫарамасне е хӗрӳ хӗрӗн ҫарамасне, вӗсен ҫарамасне, ан уҫ, вӗсем санӑн ҫарамасу.</verse>
				<verse number="11">Аҫу арӑмӗн хӗрӗн ҫарамасне, аҫунтан ҫуралнӑскерӗн ҫарамасне, ан уҫ; вӑл [аҫу урлӑ] санӑн йӑмӑку пулать, унӑн ҫарамасне ан уҫ;</verse>
				<verse number="12">Аҫу аппӑшӗн, йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл санӑн аҫупа пӗртӑван.</verse>
				<verse number="13">Аннӳ аппӑшӗн, йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл санӑн аннӳпе пӗртӑван.</verse>
				<verse number="14">Аҫупа пӗртӑван пиччӳн ҫарамасне ан уҫ, арӑмӗ ҫывӑхне ан пыр: вӑл санӑн инкӳ.</verse>
				<verse number="15">Хӑвӑн кинӳн ҫарамасне ан уҫ: вӑл ывӑлун арӑмӗ, унӑн ҫарамасне ан уҫ.</verse>
				<verse number="16">Хӑвӑн пиччӳ, шӑллу арӑмӗн ҫарамасне ан уҫ, ку — пӗртӑванун ҫарамасӗ.</verse>
				<verse number="17">Амӑшӗпе хӗрӗн ҫарамасне ан уҫ; унӑн ывӑлӗн хӗрне, хӗрӗн хӗрне илсе вӗсен ҫарамасне ан уҫ, ку йӗркесӗр ӗҫ: вӗсем унпа пӗр ӳтпе пӗр юнран пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Арӑмна унӑн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе пӗрле качча ан ил, вӑл кӗвӗҫтерекенни пулса ан тӑтӑр, арӑму пурӑннӑ чухнех, ун умӗнчех унӑн ҫарамасне ан уҫ.</verse>
				<verse number="19">Арӑму тасамарлӑхӗнчен тасалнӑ вӑхӑтра ун ҫывӑхне ан пыр, унӑн ҫарамасне ан уҫ.</verse>
				<verse number="20">Йӑхташун арӑмӗпе ан вырт, вӑрлӑхна юхтарса унпа ан ирсӗрлен.</verse>
				<verse number="21">Хӑвӑн ачусене Молоха ӗҫлесе тӑма ан пар, хӑвӑн Турру ятне хисепрен ан кӑлар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="22">Арҫынпа хӗрарӑмпа выртнӑ пек ан вырт: ку йӗрӗнчӗк ӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Нимӗнле выльӑхпа та ан вырт, [вӑрлӑхна] юхтарса унпа ан ирсӗрлен; хӗрарӑм та выльӑхпа пӗтӗҫесшӗн пулса ун умне ан тӑтӑр: ку ирсӗр ӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Хӑвӑра ҫавӑн евӗрлипе нимӗнпе те ан ирсӗрлентерӗр, Эпӗ халӗ сирӗн патӑртан хӑваласа яракан халӑхсем хӑйсене ҫавӑн евӗрлипе ирсӗрлентерсе пӗтерчӗҫ;</verse>
				<verse number="25">ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ, Эпӗ унӑн йӗркесӗрлӗхӗ ҫине пӑхрӑм та, ҫӗр хӑй ҫинче пурӑнакансене хӑй ҫийӗнчен сирсе ывӑтрӗ.</verse>
				<verse number="26">Эсир вара Эпӗ панӑ йӗркемсене, Манӑн саккунӑмсене тытса тӑрӑр, ҫав йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗрне те эсир хӑвӑр та, сирӗн хушшӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та ан тутӑр,</verse>
				<verse number="27">ку мӗнпур йӗрӗнчӗк ӗҫе ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем туса тӑчӗҫ те, ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ;</verse>
				<verse number="28">ӑна эсир те ирсӗрлентере пуҫласассӑн, ҫӗр ҫакӑнта сирӗнтен малтан пурӑннӑ халӑхсене сирсе ывӑтнӑ пек, сире те хӑй ҫийӗнчен сирсе ан ывӑттӑр;</verse>
				<verse number="29">кам та кам ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫсене тӑвас пулсассӑн, ҫавна тӑваканӗн чунне хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Хӑвӑртан малтан пурӑннисен ирсӗр йӑлисемпе пурӑнас марччӗ, ҫав йӑласемпе ирсӗрленес марччӗ тесе, Эпӗ хушнине туса тӑрӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пӗлтер, кала вӗсене: сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сӑваплӑ.</verse>
				<verse number="3">Кашнийӗ хӑйӗн амӑшӗнчен, хӑйӗн ашшӗнчен хӑратӑр, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑтӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="4">Йӗрӗхсем енне ан ҫаврӑнӑр, хӑвӑр валли шӑратса кӑларнӑ турӑсем ан тӑвӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрес пулсассӑн, ӑна хӑвӑр валли ырӑлӑх тупма кӳрӗр:</verse>
				<verse number="6">ӑна парне кӳнӗ кунпа тепӗр кунне ҫимелле, виҫҫӗмӗш куна юлнине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла;</verse>
				<verse number="7">кам та пулсан ӑна виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку ирсӗр ӗҫ, ку юрӑхлӑ пулас ҫук;</verse>
				<verse number="8">ӑна ҫиекенӗ хӑй ҫине ҫылӑх илӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ япалине ирсӗрлетнӗ, ҫак чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче тырӑ вырнӑ чухне ану хӗрринех вырса ан тух, тӑкӑнса юлнӑ тырруна ан пуҫтар,</verse>
				<verse number="10">иҫӗм пахчинчен ҫырлине пӗтӗмпех пуҫтарса ан ил, тӑкӑннӑ ҫырлине те пахчаран ан пуҫтар; ӑна чухӑн ҫын валли, ютран килнӗ ҫын валли хӑвар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="11">Ан вӑрлӑр, ан суеҫтерӗр, пӗр-пӗрне ан улталӑр.</verse>
				<verse number="12">Манӑн ятӑмпа суя тупа ан тӑвӑр, хӑвӑн Турру ятне хисепрен ан кӑлар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].</verse>
				<verse number="13">Ҫывӑх ҫыннуна ан кӳрентер, ан ҫарат. Тара тытса ӗҫлеттернӗ ҫынна тӳлемелли хак санра ирччен ан тӑтӑр.</verse>
				<verse number="14">Хӑлхасӑр ҫынна хурласа ан калаҫ, суккӑр умне ӑна такӑнтарса ӳкерме нимӗн те ан хур; [Ҫӳлхуҫаран,] хӑвӑн Туррунтан хӑра. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].</verse>
				<verse number="15">Сутра тӗрӗс мар ӗҫ ан тӑвӑр; мӗскӗне ан тапта, аслӑ ҫынна юрама ан тӑрӑш; йӑхташна тӳррипе сут ту.</verse>
				<verse number="16">Хӑвӑн халӑху хушшинче сӑмах сарса ҫӳрекен ан пул, ҫывӑх ҫыннун пурӑнӑҫне пӗтерме ан ҫӗклен. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].</verse>
				<verse number="17">Хӑвӑн тӑванна ӑшӑнта кураймасӑр ан ҫӳре; йӑхташна питле, уншӑн сана ҫылӑх пулмӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене усалпа ан тавӑр, вӗсене хаяр ан сун, хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].</verse>
				<verse number="19">Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр; хӑвӑн выльӑхна урӑх ӑрупа ан пӗрлештер; хӑвӑн хирне икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак; тӗрлӗ ҫипрен, ҫӑм ҫиппипе йӗтӗн ҫиппинчен, хутӑштарса тӗртсе тунӑ тумтир ан тӑхӑн.</verse>
				<verse number="20">Кам та пулин хӗрарӑмпа ҫывӑрсассӑн, хӗрарӑмӗ качча кайма ҫураҫса хунӑ хӑрхӑм пулсассӑн, анчах та ӑна ирӗке кӑларма уншӑн тӳлесе ӗлкӗреймен е ирӗке кӑларма ӗлкӗреймен пулсассӑн, вӗсене хаса памалла, анчах вӗлермелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл ирӗкри хӗрарӑм мар;</verse>
				<verse number="21">арҫынӗ пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне Ҫӳлхуҫана кӳме ӳкӗнӗҫ парни — хӑйӗн ӳкӗнӗҫ парнийӗ валли така — илсе пытӑр;</verse>
				<verse number="22">священник ӑна хӑй тунӑ ҫылӑхӗнчен Ҫӳлхуҫа умӗнче ӳкӗнӗҫ такипе тасатӗ, вара ӑна ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.</verse>
				<verse number="23">Эсир, [хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Турӑ парас] ҫӗре ҫитсессӗн, унта ҫимӗҫ ӳстерекен пӗр-пӗр йывӑҫ лартсассӑн, унӑн ҫимӗҫне касман ҫимӗҫ вырӑнне хурӑр: вӗсене виҫӗ ҫулччен касман ҫимӗҫ вырӑнне хурас пулать, вӗсене ҫимелле мар;</verse>
				<verse number="24">тӑваттӑмӗш ҫулхине унӑн мӗнпур ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа уявӗсене халалласа памалла;</verse>
				<verse number="25">пиллӗкмӗш ҫул эсир унӑн ҫимӗҫне ҫиме пултаратӑр, вӑл ӳстернӗ пӗтӗм ҫимӗҫе хӑвӑр валли пуҫтарса илме те юрать. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="26">Юнпа ан ҫийӗр; вӗрӳ-суру ан тӑвӑр, юмӑҫ ан пӑхӑр.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳҫӗре йӗри-таврах касса ан тухӑр, сухалу вӗҫне касса ан пӑс.</verse>
				<verse number="28">Вилнӗ ҫыншӑн хӑвӑр ӳтӗре каскаласа ан пӗтерӗр, хӑвӑр ҫине шӑтарса ан ҫырӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].</verse>
				<verse number="29">Хӑвӑн хӗрне аскӑнланма ирӗк парса ӑна ан ирсӗрлет, ҫӗр аскӑнланса ан кайтӑр, ҫӗр аскӑнлӑхпа ан тултӑр.</verse>
				<verse number="30">Манӑн шӑматӑмсене уяса тӑрӑр, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма хисеплӗр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="31">Вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне ан кайӑр, асамҫӑсем патне ан ҫӳрӗр, хӑвӑра хӑвӑр вӗсенчен ирсӗрленме ан парӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="32">Ҫӳҫӗ шуралнӑ ҫын умӗнче ура ҫине тӑр, ватӑ ҫынна хисепле, [Ҫӳлхуҫаран] хӑвӑн Туррунтан хӑраса тӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].</verse>
				<verse number="33">Ютран килнӗ ҫын сирӗн ҫӗрӗре вырӑнаҫсан, ӑна ан хӗсӗрлӗр:</verse>
				<verse number="34">сирӗн хушшӑра вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫын сирӗншӗн ҫак ҫӗрти ҫын пекех пултӑр; ӑна хӑвна юратнӑ пекех юрат, мӗншӗн тесессӗн эсир хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="35">Сутра, виҫсе панӑ чухне, виҫепе виҫнӗ чухне ан улталӑр:</verse>
				<verse number="36">сирӗн виҫӗрсем, виҫе пуканӗсем тӗрӗс пулччӑр, ефа та, гин та тӗрӗс пулччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Туррӑр.</verse>
				<verse number="37">Манӑн мӗнпур йӗркене, Манӑн мӗнпур саккуна тытса пурӑнӑр, вӗсене туса тӑрӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр], тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр;</verse>
				<verse number="3">Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп;</verse>
				<verse number="4">ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн,</verse>
				<verse number="5">Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="6">Пӗр-пӗр чун вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне, асамҫӑсем патне кайсассӑн, вӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳресессӗн, Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав чун енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑра тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, вара сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, [сӑваплӑ].</verse>
				<verse number="8">Эпӗ хунӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр: Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Кам хӑйӗн ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калать, ӑна вӗлерме тытса паччӑр; вӑл хӑйӗн ашшӗне, хӑйӗн амӑшне усал сӑмах каланӑ: унӑн юнӗ хӑй ҫинче.</verse>
				<verse number="10">Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа ясар тӑвать пулсассӑн, кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин арӑмӗпе ясар тӑвать пулсассӑн, ясар тӑвакан арҫыннине те, хӗрарӑмне те вӗлерме тытса паччӑр.</verse>
				<verse number="11">Кам хӑй ашшӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑй ашшӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.</verse>
				<verse number="12">Кам та пулин хӑйӗн кинӗпе выртсассӑн, вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсем йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.</verse>
				<verse number="13">Кам та пулин арҫынпа хӗрарӑмпа выртнӑ пек выртсассӑн, вӗсем иккӗшӗ те йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ: вӗсене вӗлерме тытса паччӑр, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.</verse>
				<verse number="14">Кам та пулин хӑй валли арӑм илсе унӑн амӑшне те илсессӗн, ку йӗркесӗр ӗҫ пулать; сирӗн хушшӑрта йӗркесӗр ӗҫ ан пултӑр тесе, ӑна хӑйне те, арӑмӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.</verse>
				<verse number="15">Кам выльӑхпа хутшӑнать, ӑна вӗлерме тытса памалла, выльӑхне те вӗлерӗр.</verse>
				<verse number="16">Хӗрарӑм пӗр-пӗр выльӑх патне унпа пӗтӗҫме кайсассӑн, хӗрарӑмне те, выльӑхне те вӗлермелле: вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.</verse>
				<verse number="17">Кам та пулин хӑйӗн аппӑшне е йӑмӑкне — хӑй ашшӗн хӗрне е амӑшӗн хӗрне — илсе унӑн ҫарамасне курсассӑн, хӗрӗ те унӑн ҫарамасне курсассӑн — ку намӑс ӗҫ, вӗсене хӑйсен халӑхӗн ывӑлӗсем умӗнче пӗтерччӗр; вӑл хӑйӗн аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӑл хӑйӗн ҫылӑхне хӑех ҫӗклӗ.</verse>
				<verse number="18">Кам та пулин арӑмӗ юн юхса тасалнӑ вӑхӑтра унпа выртсассӑн, унӑн ҫарамасне уҫсассӑн, вӑл унӑн юхнине уҫса хунӑ пулать, арӑмӗ те хӑйӗн юнӗ юхнине уҫса кӑтартнӑ пулать: вӗсене иккӗшне те хӑйсен халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр.</verse>
				<verse number="19">Аннӳ аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне, аҫу аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, ун пек ҫын хӑйӗн ӳтне уҫать: вӗсем хӑйсен ҫылӑхне хӑйсем ҫӗклӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Кам хӑйӗн ашшӗпе пӗртӑванӗн е амӑшӗпе пӗртӑванӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑйӗн ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗн е куккӑшӗн ҫарамасне уҫнӑ пулать; вӗсем хӑйсен ҫылӑхне хӑйсем ҫӗклӗҫ, ача-пӑча курмасӑрах вилӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Кам та пулин хӑйӗн пиччӗшӗн е шӑллӗн арӑмне илсессӗн, ку ирсӗр; вӑл хӑй тӑванӗн ҫарамасне уҫнӑ, вӗсем ача-пӑчасӑр пулӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Манӑн мӗнпур йӗркеме, мӗнпур саккунӑма астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, вара Эпӗ сире пурӑнма парас ҫӗр сире хӑй ҫийӗнчен сирсе ывӑтмӗ.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ сирӗн патӑртан хӑваласа яракан халӑх йӑлисем тӑрӑх ан пурӑнӑр; вӗсем ҫаксене пурне те туса тӑчӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене ҫилленсе ҫитрӗм,</verse>
				<verse number="24">вара Эпӗ сире каларӑм: вӗсен ҫӗрне эсир тытса тӑрӑр, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре ӗмӗрлӗхе сире паратӑп, терӗм. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, Эпӗ сире халӑхсем хушшинчен уйӑрса илтӗм.</verse>
				<verse number="25">Таса выльӑха тасамарринчен уйӑрма, таса вӗҫен кайӑка тасамарринчен уйӑрма пӗлӗр; Эпӗ таса мар тесе уйӑрнӑ выльӑхпа, вӗҫен кайӑкпа, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунпа хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлентерӗр.</verse>
				<verse number="26">Манӑн умӑмра сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, [сирӗн Туррӑр,] сӑваплӑ, Эпӗ сире Хамӑннисем тумашкӑн сире ытти халӑхсенчен уйӑрса илтӗм.</verse>
				<verse number="27">Арҫын-и, хӗрарӑм-и — вӗсем вилнӗ ҫынсене чӗнес пулсассӑн е юм юмласассӑн, вӗсене вӗлерме тытса паччӑр: вӗсене чулпа персе вӗлермелле, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: священниксене, Аарон ывӑлӗсене, пӗлтер, вӗсене кала: хӑйсен халӑхӗ хушшинче вилнӗ ҫынна сӗртӗнсе хӑйсене хӑйсем ан ирсӗрлетчӗр;</verse>
				<verse number="2">ҫывӑх тӑванне ҫеҫ сӗртӗнме юрать, хӑйӗн амӑшне, ашшӗне, ывӑлне, хӗрне, хӑйӗнпе пӗртӑван пиччӗшне-шӑллӗне,</verse>
				<verse number="3">качча каймасӑр ун патӗнче пурӑнакан аппӑшне-йӑмӑкне сӗртӗннипе вӑл ирсӗрленмест;</verse>
				<verse number="4">вӑл хӑйӗн халӑхӗ хушшинче кама та пулсан сӗртӗнсе хӑйне хӑй ан ирсӗрлеттӗр, таса мар ан пултӑр.</verse>
				<verse number="5">Вӗсен хӑйсен ҫӳҫне хырмалла мар, сухал вӗҫне касса тикӗслемелле мар, хӑйсен ӳтне каскаласа пӗтермелле мар.</verse>
				<verse number="6">Вӗсен хӑйсен Турришӗн таса пулмалла, хӑйсен Туррийӗн ятне хисепрен кӑлармалла мар: вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑраҫҫӗ, хӑйсен Туррине ҫӑкӑр кӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем таса пулмалла.</verse>
				<verse number="7">Вӗсен аскӑн хӗрарӑма, ячӗ пӑсӑлнӑ хӗрарӑма качча илмелле мар, упӑшки уйӑрса янӑ арӑма та илмелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен [Ҫӳлхуҫа] Турришӗн таса пулмалла.</verse>
				<verse number="8">Ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӑл санӑн [Ҫӳлхуҫа] Турруна ҫӑкӑр кӳрет: вӑл сӑваплӑ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, сире тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, сӑваплӑ.</verse>
				<verse number="9">Священник хӗрӗ хӑйне хӑй аскӑн ӗҫпе ирсӗрлетсессӗн, вӑл хӑй ашшӗне хисепрен кӑларать; ӑна вутпа ҫунтарса ямалла.</verse>
				<verse number="10">Хӑй тӑванӗсем хушшинче асли пулса тӑракан священникӑн ҫара пуҫӑн ҫӳремелле мар, хӑйӗн тумтирне ҫуркаламалла мар: унӑн пуҫӗ ҫине сӗрмелли ҫу юхтарнӑ, таса тумтир тӑхӑнмашкӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ;</verse>
				<verse number="11">унӑн нимӗнле вилнӗ ҫын ҫывӑхне те пымалла мар: вилнӗ ашшӗпе амӑшӗ ҫумне сӗртӗнсе те хӑйне хӑй ирсӗрлетмелле мар.</verse>
				<verse number="12">Унӑн сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каймалла мар, хӑй Туррийӗн сӑваплӑ вырӑнне хисепрен кӑлармалла мар: хӑй Туррийӗн сӗрмелли ҫӑвӗпе сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳни ун ҫинче. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Арӑмне унӑн [хӑй халӑхӗн] хӗрне илмелле;</verse>
				<verse number="14">унӑн тӑлӑх арӑма е упӑшки уйӑрнӑ арӑма, е ячӗ пӑсӑлнине, [е] аскӑн хӗрарӑма илмелле мар, арӑмне унӑн хӑй халӑхӗн хӗрне илмелле;</verse>
				<verse number="15">хӑй халӑхӗ хушшинче унӑн хӑй йӑхне ҫӗртмелле мар: Эпӗ — ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа [Турӑ], тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="17">Аарона кала: сан йӑхӑнтан тухнӑ ҫыннӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче пӗр-пӗр кӑлтӑк пулсассӑн, ун пек ҫыннӑн нихӑшӗн те нихӑҫан та хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар;</verse>
				<verse number="18">ӳт-пӗвӗ ҫинче камӑн кӑлтӑк пур, ҫавӑн пек ҫын никам та пыма тивӗҫлӗ мар: суккӑрри те, уксаххи те, чӑлаххи те,</verse>
				<verse number="19">ури хуҫӑлса е алли хуҫӑлса аманни те,</verse>
				<verse number="20">асат хуҫни те, хӑрнӑ шӑмӑлли те, куҫне шурӑ илни те, кӗсен-ҫӑпанли те, кукшалли те, сиенленнӗ ҫӑмарталли те;</verse>
				<verse number="21">Аарон священник йӑхӗнчен тухнӑ ҫын, унӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑлтӑк пулсассӑн, пӗри те Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла мар; ун ҫинче [кӑлтӑк] пур, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар;</verse>
				<verse number="22">унӑн аслӑ сӑваплӑ парнесенчен, сӑваплӑ парнесенчен хӑйӗн Туррийӗн ҫӑкӑрне ҫиме юрать,</verse>
				<verse number="23">анчах унӑн чаршав патне пымалла мар, парне вырӑнӗ патне те ҫывӑхармалла мар, мӗншӗн тесессӗн ун ҫинче кӑлтӑк пур: Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма унӑн хисепрен кӑлармалла мар: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Моисей ҫакна Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне каласа пӗлтернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: вӗсем Израиль ывӑлӗсенӗн сӑваплӑ япалисене сыхлануллӑн тыткалаччӑр, Мана халаллакан парнисем урлӑ Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен ан кӑларччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="3">Вӗсене кала: сирӗн ӑрӑвӑр ҫынни — кирек хӑш сыпӑкри ҫын та — хӑй таса мар чухнех Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана халаллакан сӑваплӑ парнесем патне пырас пулсассӑн, ҫав чуна Манӑн куҫӑм умӗнчен пӗтерччӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].</verse>
				<verse number="4">Аарон вӑрлӑхӗнчен тухнӑ ҫын тилҫеллӗ пулсассӑн е юхакан чирлӗ пулсассӑн, хӑй тасалса ҫитиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; кам та пулин пӗр-пӗр вилӗ таврашне сӗртӗнсессӗн е камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн,</verse>
				<verse number="5">е кам та пулин пӗр-пӗр ҫӗлен-калтана сӗртӗнсе тасамарлансассӑн, е ҫынна сӗртӗнсе унӑн кирек мӗнле тасамарлӑхне те пула таса мар пулса тӑрсассӑн,</verse>
				<verse number="6">ҫавсене сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ, хӑйӗн ӳтне шывпа ҫуса тасатиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар;</verse>
				<verse number="7">хӗвел ансан, хӑйне тасатсан вӑл сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать, мӗншӗн тесессӗн ку — унӑн ҫимӗҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Унӑн виле ашне, тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине ҫимелле мар, унпа ирсӗрленмелле мар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем Эпӗ хушнисене астуса тӑччӑр, ҫакна пӑсса хӑйсем ҫине ҫылӑх ан илччӗр, ҫылӑхпах вилмелле ан пулччӑр. Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа [Турӑ].</verse>
				<verse number="10">Урӑх ҫын никам та сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; священник патне вырӑнаҫнӑ ҫын та, кӗрӗшсе ӗҫлекен те сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар;</verse>
				<verse number="11">священник хӑй валли кӗмӗл тӳлесе ҫын туянсассӑн, ҫав ҫын сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать; унӑн килӗнче ҫуралса ӳснисем те унӑн ҫӑкӑрне ҫиме пултараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Священник хӗрӗ ют ҫынна качча кайсассӑн, унӑн вара сӑваплӑ парнене кӳнине ҫимелле мар;</verse>
				<verse number="13">священник хӗрӗ тӑлӑх арӑма юлсассӑн е ӑна уйӑрса янӑ пулсассӑн, унӑн ачисем пулмасассӑн, вӑл ашшӗ килне таврӑнса ҫамрӑк чухнехи пек пурӑнсассӑн, вӑл ашшӗ ҫӑкӑрне ҫиме пултарать; урӑх ҫыннӑн ӑна никамӑн та ҫимелле мар.</verse>
				<verse number="14">Кам та кам йӑнӑшпа сӑваплӑ парнесенчен мӗн те пулин ҫиет, унӑн ҫав сӑваплӑ япалана священника памалла, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла.</verse>
				<verse number="15">Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен сӑваплӑ парнесене священниксен хӑйсен те вараламалла мар,</verse>
				<verse number="16">хӑйсен сӑваплӑ пайӗсене ҫинӗ чухне вӗсем йӗркесӗр ӗҫ туса хӑйсем айӑпа ан кӗччӗр: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="18">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Израиль килӗнчен е ютран килсе Израиль ҫыннисем хушшине [вырӑнаҫнисенчен] кам та пулин пӗр-пӗр сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе хӑйӗнчен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳрет пулсассӑн,</verse>
				<verse number="19">вӑл ҫапла Турӑран ырӑлӑх тупас тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр ар выльӑх пулмалла, шултӑра выльӑх, сурӑх, качака пулмалла;</verse>
				<verse number="20">айӑплӑ выльӑха нихӑшне те [Ҫӳлхуҫана] ан парӑр: вӑл сире ырӑлӑх кӳмӗ.</verse>
				<verse number="21">Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар;</verse>
				<verse number="22">суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр;</verse>
				<verse number="23">пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар;</verse>
				<verse number="24">выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр;</verse>
				<verse number="25">хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="27">пӑру е сурӑх путекӗ, е качака путекӗ ҫуралсан унӑн ҫичӗ кун амӑшӗ ҫумӗнче пулмалла; саккӑрмӗш кунран пуҫласа унтан малалла вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳме юрӑхлӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="28">анчах ӗнине — пӑруланӑ пӑрушӗпе, сурӑхне пӑранланӑ путеккипе пӗрле пӗр кунта ан пусӑр.</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫана тав парни кӳретӗр пулсассӑн, вӑл сире ырӑлӑх кӳмелле пултӑр, ӑна ҫапла кӳрӗр;</verse>
				<verse number="30">ӑна ҫав кунах ҫисе ямалла, ирччен унран нимӗн те ан хӑварӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="31">Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="32">Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен ан кӑларӑр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Эпӗ сӑваплӑ пулам. Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа,</verse>
				<verse number="33">сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтармалли уявӗсем ҫинчен каласа пар. Манӑн уявӑмсем ҫаксем:</verse>
				<verse number="3">ултӑ кун ӗҫ тума юрать, ҫиччӗмӗш кун канӑҫлӑх шӑмачӗ, сӑваплӑ пуху кунӗ; нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр; ку — сирӗн пур килӗр-ҫуртӑршӑн та Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа уявӗсем, сирӗн кӑтартса хунӑ вӑхӑтра чӗнсе пуҫтармалли сӑваплӑ пухусем, ҫаксем:</verse>
				<verse number="5">пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш [кунӗнче,] каҫхине Ҫӳлхуҫа Пасхи;</verse>
				<verse number="6">ҫав уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа ячӗпе — тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ; ҫичӗ кунччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр;</verse>
				<verse number="7">пӗрремӗш кунӗнче сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;</verse>
				<verse number="8">ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр; ҫиччӗмӗш кунне каллех сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="10">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ сире паракан ҫӗре ҫитсессӗн, унта тырӑ выра пуҫласассӑн, хӑвӑр малтан вырнӑ кӗлтӗре священник патне илсе пырӑр;</verse>
				<verse number="11">сире ырӑлӑх кӳме вӑл ҫав кӗлтене Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; священник ӑна уявӑн тепӗр кунне силлентерсе кӳрӗ;</verse>
				<verse number="12">силлентерсе кӗлте кӳнӗ кун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне — айӑпсӑр пӗр ҫулхи путек — кӳрӗр,</verse>
				<verse number="13">тата унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарӑр та, ун ҫине чӗрӗк гин эрех юхтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр;</verse>
				<verse number="14">хӑвӑр Туррӑра ҫакӑ парнесене кӳмелли кунччен нимӗнле ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, типӗтнӗ тырӑ пӗрчисем те, чӗрӗ пӗрчӗсем те ан ҫийӗр: ҫакӑ сирӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка тытса пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.</verse>
				<verse number="15">Уяв хыҫҫӑнхи пӗрремӗш кунран пуҫласа, кӗлтене силлентерсе кӳнӗ кунран пуҫласа, ҫичӗ тулли эрне шутласа илӗр;</verse>
				<verse number="16">ҫиччӗмӗш эрне вӗҫленнӗ кунран пуҫласа малтанхи куна ҫитиччен аллӑ кун шутласа илӗр, ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫана каллех тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр:</verse>
				<verse number="17">силлентерсе кӳмешкӗн килсерен икӗ ҫӑкӑр парӑр, вӗсене пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе пӗҫермелле, Ҫӳлхуҫана кӳмелли малтанхи ҫимӗҫ тесе вӗсене йӳҫӗтсе пӗҫермелле;</verse>
				<verse number="18">ҫӑкӑрсемпе пӗрле айӑпсӑр пӗр ҫулхи ҫичӗ путек, шултӑра выльӑхран пӗр пӑру илсе пырӑр тата [айӑпсӑр] икӗ така илсе пырӑр; ҫакӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӳмешкӗн пултӑр, тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли кӳрӗр, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пултӑр.</verse>
				<verse number="19">[Малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗпе пӗрле] ҫылӑх парни кӳме качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки хатӗрлӗр, канӑҫлӑх парни кӳме пӗр ҫулхи икӗ путек хатӗрлӗр;</verse>
				<verse number="20">ҫакна священник силлентерсе кӳрекен малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗсемпе пӗрле, икӗ путекпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳмелле, вӑл вара Ҫӳлхуҫана панӑ сӑваплӑ япала пулӗ; [ҫакӑ ӗнтӗ парне кӳрекен] священника [тивӗҫлӗ];</verse>
				<verse number="21">ҫав кун халӑха чӗнсе пуҫтарӑр, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.</verse>
				<verse number="22">Хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче тырӑ вырма тытӑнсассӑн, вырнӑ чухне ану хӗрринех вырса ан тух, тӑкӑнса юлнӑ тырруна та ан пуҫтар; ӑна чухӑн валли, ютран килнӗ ҫын валли хӑвар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="24">Израиль ывӑлӗсене кала: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн канӑҫ пултӑр, [сирӗн] трупа уявӗ, сӑваплӑ пуху [пултӑр];</verse>
				<verse number="25">нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="27">ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр;</verse>
				<verse number="28">ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун;</verse>
				<verse number="29">ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ;</verse>
				<verse number="30">ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп;</verse>
				<verse number="31">нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке;</verse>
				<verse number="32">ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="34">Израиль ывӑлӗсене кала: ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа Ҫӳлхуҫашӑн ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ тӑвӑр;</verse>
				<verse number="35">пӗрремӗш кунӗнче сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;</verse>
				<verse number="36">ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; саккӑрмӗш кунне сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: ку — уявпа сывпуллашни, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.</verse>
				<verse number="37">Ҫӳлхуҫа уявӗсем ҫаксем ӗнтӗ: ҫав уявсенче сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтарса Ҫӳлхуҫана парнесем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тырӑ-пулӑ парни, пуснӑ парнесем, юхтармалли парнесем — кӳмелле, кашни кунӗнче хӑйӗн парнисене кӳмелле,</verse>
				<verse number="38">сирӗн ҫак парнесене Ҫӳлхуҫа шӑматкунӗ кӳрекен парнесем ҫумне, хӑвӑр парнӗрсем, сӑмах панипе, тимлӗ пулнипе кӳрекен парнӗрсем ҫумне хушса памалла.</verse>
				<verse number="39">Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ;</verse>
				<verse number="40">пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр;</verse>
				<verse number="41">Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр;</verse>
				<verse number="42">ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла:</verse>
				<verse number="43">Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Моисей вара Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа уявӗсем ҫинчен каласа пӗлтернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене хӑвӑн патна ҫапса юхтарнӑ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килме хуш: ҫутӑ ҫутмалли ҫутаткӑҫ пӗр чарӑнмасӑр ҫунса тӑтӑр;</verse>
				<verse number="3">ӑна Аарон [тата унӑн ывӑлӗсем] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашне, пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫа умне лартса, каҫран пуҫласа ирччен яланах ҫунтарса тӑмалла; ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке;</verse>
				<verse number="4">ҫутаткӑҫа вӗсен Ҫӳлхуҫа умне яланах таса шантал ҫине лартмалла.</verse>
				<verse number="5">Тулӑ ҫӑнӑхӗ ил те унран вуникӗ ҫӑкӑр пӗҫер; кашни ҫӑкӑрӗнче ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ пулмалла;</verse>
				<verse number="6">вӗсене Ҫӳлхуҫа умне таса сӗтел ҫине икӗ пая уйӑрса ултшарӑн купаласа хур;</verse>
				<verse number="7">[кашни] купи ҫине таса ливан [тата тӑвар] хур, ҫакӑ ҫӑкӑрпа пӗрле пулӗ, асра тытмалли, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне пулӗ;</verse>
				<verse number="8">ҫакна яланах шӑматкунсерен Израиль ывӑлӗсенчен илсе Ҫӳлхуҫа умне хумалла: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке;</verse>
				<verse number="9">вӑл Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана панӑ парнесенчен ҫакӑ — вӗсемшӗн аслӑ сӑваплӑ япала: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Пӗр Израиль хӗрарӑмӗн Египет ҫыннинчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Израиль ывӑлӗсем патне пынӑ, ҫав Израиль хӗрарӑмӗн ывӑлӗ тапӑрта Израиль ҫыннипе хирӗҫсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="11">Израиль хӗрарӑмӗн ывӑлӗ [Ҫӳлхуҫа] ятне хурланӑ, усал сӑмахсем каланӑ. Ӑна Моисей патне илсе пынӑ [унӑн амӑшӗ Саломиф ятлӑ пулнӑ, вӑл Дан ӑрӑвӗнчен тухнӑ Даврий хӗрӗ пулнӑ];</verse>
				<verse number="12">вӗсене Ҫӳлхуҫа ирӗкне пӗлтериччен ҫак Израиль хӗрарӑмӗн ывӑлне хупса лартнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="14">усал калаҫнӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тух та, вӑл каланине илтекенсем пурте аллисене унӑн пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗтӗм халӑх ӑна чулпа персе вӗлертӗр;</verse>
				<verse number="15">Израиль ывӑлӗсене кала: кам хӑйӗн Туррине хурласа калаҫать, ҫавӑ хӑйӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илет;</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ятне хур тӑвакан вилме тивӗҫлӗ, ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлерӗ: вӑл ютран килнӗ ҫын-и е ҫак ҫӗрти ҫынах-и, [Ҫӳлхуҫа] ятне хурлать пулсассӑн, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Кам пӗр-пӗр ҫынна вӗлерет, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Кам выльӑха вӗлерет, вӑл уншӑн тӳлеме тивӗҫ, выльӑхшӑн выльӑх памалла.</verse>
				<verse number="19">Кам йӑхташӗн ӳтне сиен тӑвать, ӑна та, хӑй мӗн тунӑ, ҫавнах тумалла:</verse>
				<verse number="20">амантнӑшӑн амантмалла, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл; вӑл ҫыннӑн ӳтне епле сиен тунӑ, ӑна та ҫаплах тумалла.</verse>
				<verse number="21">Кам выльӑха вӗлерет, вӑл уншӑн тӳлеме тивӗҫ; кам ҫынна вӗлерет, ӑна хӑйне вӗлерме тытса памалла.</verse>
				<verse number="22">Ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗрти ҫыншӑн та сирӗн пӗр сут пулмалла: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ; вара усал сӑмах каланӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тухнӑ та чулпа персе вӗлернӗ, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр;</verse>
				<verse number="3">ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар,</verse>
				<verse number="4">ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас;</verse>
				<verse number="5">хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр;</verse>
				<verse number="6">ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та,</verse>
				<verse number="7">санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.</verse>
				<verse number="8">Ҫичӗ шӑмат ҫул шутласа хур, ҫичӗ хутчен ҫичӗ ҫул шутла, ҫичӗ шӑмат ҫулӗнче хӗрӗх тӑхӑр ҫул пултӑр;</verse>
				<verse number="9">вара ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], трупа кӑшкӑрт, тасалмалли кун хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫӗрӗрте трупа кӑшкӑртӑр;</verse>
				<verse number="10">аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр.</verse>
				<verse number="11">Аллӑмӗш ҫул сирӗн юбилей пултӑр: ан акӑр, ан вырӑр, ҫӗр ҫинче хӑех ӳссе ларнине те ан вырӑр, касман туратсем ҫинчи иҫӗм ҫырлине те ан татӑр,</verse>
				<verse number="12">мӗншӗн тесессӗн ку — юбилей: вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ пултӑр; ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене хиртен илсе ҫийӗр.</verse>
				<verse number="13">Юбилей ҫулӗ кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр.</verse>
				<verse number="14">Йӑхташна мӗн те пулин сутас пулсассӑн е йӑхташунтан мӗн те пулин туянас пулсассӑн, пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр;</verse>
				<verse number="15">йӑхташунтан мӗн те пулин сутӑн илнӗ чухне эсӗ юбилей хыҫҫӑнхи ҫулсен шутне кура тӳле, вӑл та сана ҫав ҫулсенче илес тупӑша кура суттӑр;</verse>
				<verse number="16">ҫулӗ чылаях юлать пулсассӑн, хакне ӳстер; нумаях юлмасть пулсассӑн, хакне чакар: вӑл сана миҫе хутчен тырӑ вырса илессине шута хурса сутать.</verse>
				<verse number="17">Пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр; хӑвӑн Туррунтан хӑра: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ хунӑ йӗркесене туса тӑрӑр, Манӑн саккунӑмсене астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, вара ҫӗр ҫинче канӑҫлӑ пурӑнатӑр;</verse>
				<verse number="19">ҫӗр хӑй ҫимӗҫне парса тӑрӗ, эсир тӑраниччен ҫиетӗр, ҫӗр ҫинче канӑҫлӑ пурӑнатӑр.</verse>
				<verse number="20">Эсир: ҫиччӗмӗш ҫулхине акмасассӑн, хамӑр ӗҫлесе тунине вырса илмесессӗн, пирӗн мӗн ҫисе пурӑнмалла-ха? тейӗр.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ улттӑмӗш ҫул сирӗн ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп, ҫак ҫул ҫӗр виҫӗ ҫуллӑх ҫимӗҫ кӳрӗ;</verse>
				<verse number="22">саккӑрмӗш ҫул вара акатӑр, ҫиессе тӑххӑрмӗш ҫулчченех кивӗ тырӑ-пулӑ ҫиетӗр; ҫӗнӗ тырӑ ӗлкӗриччен киввине ҫиетӗр.</verse>
				<verse number="23">Ҫӗре ӗмӗрлӗхе сутмалла мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл — Манӑн ҫӗр, эсир ютран килнӗ ҫынсем, Ман патӑма килсе вырӑнаҫнӑ ҫынсем;</verse>
				<verse number="24">хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗршывӑн пур хутлӑхӗнче те ҫӗре каялла тӳлесе илме ан чарӑр.</verse>
				<verse number="25">Тӑвану ҫука юлса хӑйӗн ҫӗрне сутас пулсассӑн, унӑн ҫывӑх хурӑнташӗ пырӗ те тӑванӗ сутнӑ ҫӗршӗн тӳлесе ӑна каялла илӗ;</verse>
				<verse number="26">уншӑн тӳлесе илекенӗ пулмасассӑн, вӑл хӑй вӑй ҫитерсе тӳлесе татмалӑх пухсассӑн,</verse>
				<verse number="27">ҫӗрне хӑш ҫулта сутнине шута илсе катса юлтӑр та ыттине хӑй сутнӑ ҫынна патӑр, ҫапла хӑй ҫӗрне каялла тавӑртӑр;</verse>
				<verse number="28">тавӑрса памаллине тупма вӑйӗ ҫитеймесессӗн, сутнӑ ҫӗрӗ ӑна туяннӑ ҫын аллинче юбилей ҫулӗ ҫитиччен юлӗ, юбилей ҫулӗнче ҫав ҫӗр унӑн аллинчен кайӗ, сутакан ҫынни вара хӑйӗн ҫӗрне каялла тавӑрӗ.</verse>
				<verse number="29">Кам та пулин хӳме ҫавӑрнӑ хулара хӑйӗн пурӑнмалли кил-ҫуртне сутсассӑн, сутнӑ кунран пуҫласа ҫулталӑк иртиччен ӑна каялла тӳлесе илме юрать: ӑна ҫулталӑк хушшинче каялла тӳлесе илме юрать;</verse>
				<verse number="30">ӑна ҫулталӑк иртсе кайиччен каялла тӳлесе илеймесессӗн, хӳмеллӗ хулари ҫурт ӗмӗрлӗхех сутӑн илекене, унӑн йӑхне юлӗ, юбилей ҫулӗнче те каялла таврӑнмӗ.</verse>
				<verse number="31">Хӳме ҫавӑрман ял-хуласенчи ҫуртсене хирти ҫӗрпе тан шутламалла: вӗсене [кирек хӑҫан та] каялла тӳлесе илме юрать, вӗсене юбилей ҫулӗнче каялла тавӑрса памалла.</verse>
				<verse number="32">Левитсен хулисене, вӗсем тытса тӑракан хуласенчи ҫуртсене вара левитсем кирек хӑҫан та каялла тӳлесе илме пултараҫҫӗ;</verse>
				<verse number="33">левитсенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илеймест пулсассӑн, вӗсем тытса тӑракан хулари сутнӑ ҫурт юбилей ҫулӗнче вӗсен аллине каялла таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн левитсен хулисенчи ҫуртсем вӗсен Израиль ывӑлӗсем хушшинчи еткерӗ пулаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="34">вӗсен хулисем таврашӗнчи хирсене те сутма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ӑна вӗсене ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе панӑ.</verse>
				<verse number="35">Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, пӗтӗмпех пӗтсе ҫитсессӗн, эсӗ ӑна пулӑш, ютран килнӗ ҫын-и вӑл е сирӗн патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫын-и — пурпӗрех пулӑш, вӑл санпа пӗрле пурӑнтӑр;</verse>
				<verse number="36">унран услам та, тупӑш та ан ил, хӑвӑн Туррунтан хӑра; [Эпӗ Ҫӳлхуҫа,] тӑвану санпа пӗрле пурӑнтӑр;</verse>
				<verse number="37">ӑна хӑвӑн кӗмӗлне услам тӑвасшӑн ан пар, ӑна хӑвӑн тырруна та тупӑш тӑвасшӑн ан пар.</verse>
				<verse number="38">Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр: сире Ханаан ҫӗрне памашкӑн, Хам сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.</verse>
				<verse number="39">Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, ӑна сана сутсассӑн, эсӗ ун ҫине чура ӗҫне ан тие;</verse>
				<verse number="40">вӑл сан патӑнта тара тытнӑ ҫын пек, пырса вырӑнаҫнӑ ҫын пек пурӑнтӑр; юбилей ҫулӗ ҫитиччен сан патӑнта ӗҫлесе тӑтӑр,</verse>
				<verse number="41">юбилей ҫулӗнче вара хӑй те, унпа пӗрле ачисем те сан патӑнтан кайччӑр, вӑл хӑй ӑрӑвӗ патне таврӑнтӑр, каллех ашшӗсен ҫӗрне тытса пурӑнтӑр,</verse>
				<verse number="42">мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Манӑн чурамсем, вӗсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: вӗсене чурасене сутнӑ пек сутмалла мар;</verse>
				<verse number="43">уншӑн эсӗ хаяр пуҫлӑх ан пул, хӑвӑн Туррунтан хӑра.</verse>
				<verse number="44">Хӑвӑн ар чура, хӗрарӑм чура пултӑр тесессӗн, ар чурана та, хӗрарӑм чурана та хӑвӑр тавра пурӑнакан халӑхсенчен туянӑр;</verse>
				<verse number="45">хӑвӑр патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫынсен ачисене те туянма пултаратӑр; вӗсен сирӗн патӑрта сирӗн ҫӗрӗрте ҫуралнӑ ӑрӑвӗнчи ҫынсене те илме юрать, вӗсем те сирӗн пулма пултараҫҫӗ;</verse>
				<verse number="46">эсир вӗсене хӑвӑр хыҫҫӑн, пурлӑхӑра ывӑлӑрсене парса хӑварнӑ пек, еткерлӗхе парса хӑварма пултаратӑр; вӗсем ӗмӗрех сирӗн чурасем пулччӑр. Хӑвӑр тӑванӑрсемшӗн, Израиль ывӑлӗсемшӗн, пӗр-пӗриншӗн хаяр пуҫлӑх ан пулӑр.</verse>
				<verse number="47">Ютран килнӗ ҫын е сан патна пырса вырӑнаҫнӑ ҫын ҫителӗклӗ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, санӑн тӑвану ун умӗнче ҫука юлса сан патна вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫынна е ютран килнӗ ҫыннӑн ӑрӑвӗнчи пӗр-пӗр ҫынна хӑйне хӑй сутсассӑн,</verse>
				<verse number="48">сутнӑ хыҫҫӑн ӑна каялла тӳлесе илме юрать; ӑна унпа пӗртӑвансенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илтӗр,</verse>
				<verse number="49">е ӑна ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗ, е пиччӗшӗн ывӑлӗ тӳлесе илтӗр, е кам та пулсан унӑн йӑхӗнчи, унӑн ӑрӑвӗнчи ҫын каялла тӳлесе илтӗр; е тата, вӑйӗ ҫитсессӗн, хӑйшӗн хӑй тӳлесе ирӗке тухӗ.</verse>
				<verse number="50">Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр;</verse>
				<verse number="51">ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле;</verse>
				<verse number="52">юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.</verse>
				<verse number="53">Вӑл ун патӗнче пур ҫулӗнче те тара тытнӑ ҫын вырӑнӗнче пулмалла; ӑна туянаканӗ санӑн куҫу умӗнче уншӑн хаяр пуҫлӑх пулмалла мар.</verse>
				<verse number="54">Вӑл ҫапла тӳлесе ирӗке тухаймасассӑн, юбилей ҫулӗнче вӑл хӑй те, унпа пӗрле унӑн ачисем те ун патӗнчен тухӗҫ,</verse>
				<verse number="55">мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем — Манӑн чурасем; вӗсем — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Манӑн чурамсем. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Хӑвӑр валли йӗрӗхсем, шӑратса кӑларнӑ кӗлеткесем ан тӑвӑр, хӑвӑр патӑрта юпасем ан лартӑр, хӑвӑр ҫӗрӗр ҫине суя турӑсем ӳкернӗ чулсем ан хурӑр, вӗсен умне тӑрса ан пуҫҫапӑр: Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр.</verse>
				<verse number="2">Манӑн шӑматӑмсене астуса тӑрӑр, Манӑн сӑваплӑ ҫуртӑма хисеплӗр: Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="3">Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн,</verse>
				<verse number="4">Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ;</verse>
				<verse number="5">сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр;</verse>
				<verse number="6">[сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ;</verse>
				<verse number="7">хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ;</verse>
				<verse number="8">сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ;</verse>
				<verse number="9">сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп;</verse>
				<verse number="10">эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр;</verse>
				<verse number="11">Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ;</verse>
				<verse number="12">сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр, эсир Египет ҫӗрӗнче чура ан пулччӑр тесе, сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм, сире тӑхӑнтартнӑ сӳсмен ҫыххине татса ывӑтрӑм, сире пуҫӑрсене каҫӑр тыттарса ертсе кайрӑм.</verse>
				<verse number="14">Эсир Мана итлемесессӗн, ҫакӑ манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн,</verse>
				<verse number="15">Эпӗ хунӑ йӗркесене вырӑна хумасассӑн, сирӗн чунӑр Манӑн саккунӑмсенчен йӗрӗнсессӗн, ҫапла Манӑн халалӑма пӑсса Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫлама пӑрахсассӑн —</verse>
				<verse number="16">Эпӗ те сирӗнпе ҫапла пулӑп: сирӗн ҫине сехре хӑппи, нишлӗх, тар чирӗ ярӑп, ҫавсем пирки куҫӑрсем курми пулӗҫ, чунӑр халтан кайӗ, хӑвӑрӑн тырӑ вӑрлӑхне кӑлӑхах акӑр, ӑна тӑшманӑрсем ҫисе ярӗҫ;</verse>
				<verse number="17">Хамӑн сӑнӑма сирӗн енне ҫавӑрӑп та, эсир хӑвӑр тӑшманӑрсем умӗнче тӑкӑнатӑр, тӑшманӑрсем сире пуҫ пулса тӑрӗҫ, хӑвӑра никам хӑваламасӑрах тарма пуҫлатӑр.</verse>
				<verse number="18">Эсир ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, ҫылӑхӑрсемшӗн янӑ хасана Эпӗ ҫичӗ хут ӳстерӗп,</verse>
				<verse number="19">эсир мӑнаҫланса чурӑсланнине ҫапса хуҫӑп, сирӗн пӗлӗтӗре тимӗр пек тӑвӑп, сирӗн ҫӗрӗре пӑхӑр пек тӑвӑп;</verse>
				<verse number="20">вӑй-халӑра пӗтерни те кӑлӑхах пулӗ, сирӗн ҫӗрӗр нимӗн те ӳстермӗ, [сирӗн] ҫӗрӗрти йывӑҫсем хӑйсен ҫимӗҫне памӗҫ.</verse>
				<verse number="21">[Ҫакӑн хыҫҫӑн та] Мана хирӗҫ пырсассӑн, Мана итлес темесессӗн, сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн тивес хӗн-асапа ҫичӗ хут ӳстерӗп:</verse>
				<verse number="22">сирӗн ҫине хирти тискер кайӑксене ярӑп, вӗсем сире ача-пӑчасӑр хӑварӗҫ, выльӑх-чӗрлӗхӗре пӗтерӗҫ, хӑвӑр йышӑра та чакарӗҫ, ҫапла сирӗн ҫул-сукмакӑр та пушанса юлӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫакӑн хыҫҫӑн та тӳрленмесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн,</verse>
				<verse number="24">Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сире ҫичӗ хут ытла ҫӗмӗрсе пӑрахӑп,</verse>
				<verse number="25">халалшӑн тавӑрма сирӗн ҫине тавӑракан хӗҫӗме ярӑп; эсир хӑвӑр хулӑрсене пытансассӑн, сирӗн ҫине чир ярӑп, эсир тӑшман аллине лекетӗр;</verse>
				<verse number="26">ҫынна вӑй кӗртекен тыррӑра пӗтерӗп; ҫиес ҫӑкӑрӑра вунӑ арӑм пӗр кӑмакара пӗҫерсе тӑрӗ, ҫиес ҫӑкӑрӑра сире виҫепе парса тӑрӗҫ; эсир ҫийӗр — тутӑ пулаймӑр.</verse>
				<verse number="27">Ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн,</verse>
				<verse number="28">Эпӗ те хаяр ҫиллӗмпе сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн ҫичӗ хут ытла хаса кӳрӗп,</verse>
				<verse number="29">эсир хӑвӑр ывӑлӑрсен ӳтне ҫийӗр, хӑвӑр хӗрӗрсен ӳтне те ҫийӗр;</verse>
				<verse number="30">сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп, сирӗн юпӑрсене ҫӗмӗрӗп, сирӗн виллӗрсене хӑвӑр пуҫҫапакан йӗрӗхсен ванчӑкӗсем ҫине пӑрахӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнӗ;</verse>
				<verse number="31">сирӗн хулӑрсене пушхир тӑвӑп, сирӗн сӑваплӑ теекен вырӑнӑрсене аркатӑп, сирӗн [парнӗрсенӗн] ырӑ шӑршине йышӑнмӑп;</verse>
				<verse number="32">[сирӗн] ҫӗрӗре пушӑ хӑварӑп, унта пырса вырӑнаҫнӑ тӑшманӑрсем те вӑл ҫавӑн пек пулнинчен тӗлӗнӗҫ;</verse>
				<verse number="33">сире тӗрлӗ халӑхсем хушшине салатса ярӑп, сирӗн хыҫран хӗҫӗме туртса кӑларӑп, сирӗн ҫӗрӗр пушӑ пулӗ, сирӗн хулӑрсене ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="34">Вара ҫӗр хӑйне ҫырлахтарӗ: унччен канман шӑмачӗсемшӗн [хӑй] юхӑнса-пушанса юлсассӑн канса выртӗ; ҫӗр эсир хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче чухне канӗ, канман шӑмачӗсемшӗн канса ҫырлахӗ;</verse>
				<verse number="35">эсир ҫакӑнта пурӑннӑ чухне вӑл миҫе шӑмат канмасӑр сиктерсе хӑварнӑ, [хӑй] юхӑнса выртнӑ вӑхӑтра вара ҫав мӗнпур куншӑн канӗ.</verse>
				<verse number="36">Сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсен чӗрине тӑшманӗсен ҫӗрӗнче шиклӗ тӑвӑп, вӗсем ҫулҫӑ чӗтӗренине илтсессӗн те тарма пуҫлӗҫ, хӑйсене хӗҫпе хӑваланӑран тарнӑ пек тарӗҫ; никам хӑваламасӑрах ӳксе пӗтӗҫ,</verse>
				<verse number="37">хӗҫ касса ӳкернӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине такӑнса ӳкӗҫ, никам хӑваламан чухнех ҫапла ӳкӗҫ, тӑшманӑрсене хирӗҫ тӑма сирӗн хал ҫитеймӗ;</verse>
				<verse number="38">эсир ҫав халӑхсем хушшинче вилсе пӗтетӗр, сире хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗ ҫӑтса ярӗ;</verse>
				<verse number="39">сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче хӑрса пӗтӗҫ; хӑйсен ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑрса пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="40">Ҫавӑн чухне вара вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене йышӑнӗҫ, вӗсем Мана хирӗҫ усал ӗҫсем тунине, Мана хирӗҫ пынине тунса тӑмӗҫ;</verse>
				<verse number="41">ҫавӑншӑн Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] вӗсене хирӗҫ пытӑм, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрне кӗртсе ятӑм; ҫавӑн чухне вӗсенӗн ӳтне касман чӗри парӑнӗ вара, ҫавӑн чухне вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн асап курӗҫ.</verse>
				<verse number="42">Эпӗ вара Иаковпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала, Исаакпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала асӑма илӗп, Авраампа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала та аса илӗп, ҫӗре те аса илӗп;</verse>
				<verse number="43">вӗсем хӑйсен ҫӗрне пӑрахса кайсассӑн, ҫӗр вӗсенчен пушанса юлса хӑйӗн шӑматне вырӑна кӳрӗ, вӗсем вара хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн, Манӑн саккунӑмсене вырӑна хуманшӑн, чунӗсем Эпӗ панӑ йӗркесенчен йӗрӗннӗшӗн асап тӳсӗҫ,</verse>
				<verse number="44">вӗсем хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне ҫапах та Эпӗ вӗсене пӗтермеллех, хӑйсемпе хывнӑ Хамӑн халалӑма пӑсмаллах ҫилленмӗп, вӗсенчен йӗрӗнмӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри;</verse>
				<verse number="45">Хам вӗсенӗн тӗп ашшӗсемпе халал хывнине вӗсемшӗн асӑма илӗп: вӗсенӗн Турри пулам тесе Эпӗ вӗсене халӑхсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче Моисей урлӑ Хӑйпе Израиль ывӑлӗсем хушшине хунӑ йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем, саккунсем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Тата Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: кам та пулин хӑй чунне Ҫӳлхуҫана халаллама сӑмах парать пулсассӑн, эсӗ уншӑн хак хур,</verse>
				<verse number="3">ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа утмӑл ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн аллӑ сикль кӗмӗл хак хур, таса сикль виҫипе хур;</verse>
				<verse number="4">вӑл хӗрарӑм пулсан, эсӗ ӑна вӑтӑр сикль хак хур;</verse>
				<verse number="5">пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа ҫирӗм ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн ҫирӗм сикль хак хур, хӗрарӑма вара вунӑ сикль хак хур;</verse>
				<verse number="6">пӗр уйӑхринчен пуҫласа пилӗк ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн пилӗк сикль кӗмӗл хур, хӗрарӑма виҫӗ сикль кӗмӗл хур;</verse>
				<verse number="7">утмӑл ҫултан иртнӗ арҫынна вунпилӗк кӗмӗл сикль хак хур, хӗрарӑма вунӑ сикль хур.</verse>
				<verse number="8">Ҫынни чухӑн пулсассӑн, эсӗ хунӑ хака пама вӑйӗ ҫитеймесессӗн, ӑна священник патне илсе пыччӑр, вара ӑна священник хак хутӑр: сӑмах панӑ ҫыннӑн пурлӑхне кура ӑна священник хак хутӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑ Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли выльӑх пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана мӗн кӳни пурте сӑваплӑ пултӑр:</verse>
				<verse number="10">ӑна улӑштарма юрамасть, аваннине начаррипе е начаррине аваннипе улӑштарас пулмасть; кам та пулин выльӑхпа выльӑх улӑштарсассӑн, улӑштаракан выльӑхӗ те, улӑштарса илекенни те сӑваплӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл Ҫӳлхуҫана парне пама юраман таса мар выльӑх пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пырас пулать,</verse>
				<verse number="12">священник ӑна хак хурӗ: аван-и вӑл, начар-и — священник епле хак хурӗ, ҫапла пулӗ;</verse>
				<verse number="13">кам та пулин ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ хак ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.</verse>
				<verse number="14">Кам та пулин хӑй ҫуртне Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали тума халаллать пулсассӑн, ҫак ҫурта священник хак хутӑр: аван-и вӑл, начар-и — священник ӑна мӗнле хак хурӗ, ҫаплах пулӗ;</verse>
				<verse number="15">ҫуртне Турра халалласа панӑ ҫын ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, вара ҫурчӗ унӑнах пулӗ.</verse>
				<verse number="16">Кам та пулин хӑй ҫӗрӗнчи хирне Ҫӳлхуҫана халалласа парсассӑн, санӑн ӑна акнӑ тыррине кура хак хумалла: пӗр хомер акнӑ урпашӑн аллӑ сикль кӗмӗл памалла;</verse>
				<verse number="17">кам хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗнчен пуҫласа халалласа парать, унӑн хакӗ эсӗ хунӑ пек пулмалла;</verse>
				<verse number="18">кам та пулин хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗ хыҫҫӑн халалласа парсассӑн, священник, тепӗр юбилей миҫе ҫултан ҫитессине шутласа, тӳлемелли кӗмӗле ҫав ҫулсен шутне кура эсӗ хунӑ хакран чакармалла;</verse>
				<verse number="19">хирне халалласа панӑ ҫын хӑй хирне каялла тӳлесе илесшӗн пулсассӑн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, ҫӗрӗ вара ӑна юлӗ;</verse>
				<verse number="20">вӑл хирне каялла тӳлесе илеймесессӗн, хирне урӑх ҫынна сутса ярсассӑн, вара каялла тӳлесе илме юрамасть:</verse>
				<verse number="21">юбилей ҫулӗ ҫав хир унӑн аллинчен каять те, тупаланӑ ҫӗр пек, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулать; вӑл священник аллине куҫать.</verse>
				<verse number="22">Кам та пулин хӑйӗн хирне мар, сутӑн илнӗ хире Ҫӳлхуҫана халаллать пулсассӑн,</verse>
				<verse number="23">священникӑн ӑна юбилей ҫулӗ ҫитиччен мӗн чухлӗ тӳлемеллине шутласа памалла, хирӗ Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулнине кура, унӑн ҫав кунах тӳлесе татмалла;</verse>
				<verse number="24">юбилей ҫулӗнче вара ҫак ҫӗр ӑна камран илнӗ, ҫавна куҫӗ, кам ҫак ҫӗре тивӗҫлипе тытса тӑнӑ, ҫав ҫын аллинех куҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Эсӗ хунӑ кирек епле хак та таса сикль виҫипе пултӑр, пӗр сикльре ҫирӗм гера пулмалла.</verse>
				<verse number="26">Малтан ҫуралнӑ пирки Ҫӳлхуҫана тивӗҫлӗ выльӑха никам та ан халаллатӑр: вӑкӑр-и вӑл, вак выльӑх-и — вӗсем Ҫӳлхуҫанӑн.</verse>
				<verse number="27">Выльӑхӗ таса марри пулсассӑн, ӑна эсӗ хунӑ хакпа каялла тӳлесе илмелле, ҫав хак ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла; каялла тӳлесе илеймесессӗн, ӑна эсӗ хунӑ хакпа сутмалла.</verse>
				<verse number="28">Ҫын хӑй пурлӑхӗнчен тупаланине Ҫӳлхуҫана парать пулсассӑн, — ҫын-и вӑл, выльӑх-и е хӑй тытса тӑракан ҫӗр-и, — ҫавна сутма та, тӳлесе илме те юрамасть: мӗнпур тупалани — Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ сӑваплӑ япали;</verse>
				<verse number="29">вӗлермелле тупаланӑ ҫынсене пӗрне те каялла тӳлесе илмелле мар: вӗсене вӗлерме тытса памалла.</verse>
				<verse number="30">Ҫӗр ҫинчи ҫӗр ӳстернӗ пур вӑрлӑхӑн та, пур йывӑҫ ҫимӗҫӗн те вуннӑмӗш пайӗ Ҫӳлхуҫана тивӗҫлӗ: вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали;</verse>
				<verse number="31">кам та пулин хӑйӗн вуннӑмӗш пайне тӳлесе илес тесессӗн, вӑл унӑн хакӗ ҫумне ҫавӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.</verse>
				<verse number="32">Шултӑра выльӑхран-и, вак выльӑхран-и, кирек хӑшӗн вуннӑмӗш пайне те — туя айӗнчен вуннӑмӗш пулса тухаканнине пурне те — Ҫӳлхуҫана халалламалла;</verse>
				<verse number="33">аваннине е начаррине пӑхса тӑмалла мар, ӑна улӑштарма та кирлӗ мар; кам та пулин ӑна улӑштарас пулсассӑн, улӑштарса яни те, улӑштарса илни те сӑваплӑ япала пулӗ, вӗсене тӳлесе илме юрамасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Синай тӑвӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсене Моисей урлӑ панӑ ӳкӗтсем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="4">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Синай пушхирӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсен халӑхӗн мӗнпур арҫыннине вӗсен йӑхӗсем тӑрӑх, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ячӗсем тӑрӑх йӑлтах шутласа тухӑр:</verse>
				<verse number="3">Израилӗн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм ҫыннине — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — хӑйсен ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр, Ааронпа иксӗр шутласа тухӑр;</verse>
				<verse number="4">сирӗнпе пӗрле кашни йӑхран пӗрер ҫын, хӑй йӑхӗнче пуҫ пулса тӑраканскер, пулмалла.</verse>
				<verse number="5">Сирӗнпе пӗрле пулмалли ҫынсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Елицур, Шедеур ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="6">Симеон йӑхӗнчен Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="7">Иуда йӑхӗнчен Наассон, Аминадав ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="8">Иссахар йӑхӗнчен Нафанаил, Цуар ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="9">Завулон йӑхӗнчен Елиав, Хелон ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="10">Иосиф ывӑлӗсенчен: Ефрем йӑхӗнчен Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; Манассия йӑхӗнчен Гамалиил, Педацур ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="11">Вениамин йӑхӗнчен Авидан, Гидеоний ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="12">Дан йӑхӗнчен Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="13">Асир йӑхӗнчен Пагиил, Охран ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="14">Гад йӑхӗнчен Елиасаф, Регуил ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="15">Неффалим йӑхӗнчен Ахира, Енан ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем — халӑх хушшинчи чи сумлӑ арсем, хӑйсен ашшӗсенӗн йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, Израилӗн пин ҫын пуҫлӑхӗсем, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара Моисейпе Аарон ятран каласа тухнӑ ҫав ҫынсене илнӗ те</verse>
				<verse number="18">иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче] вӗсем пӗтӗм халӑха пуҫтарнӑ. Ҫыннисем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫинчен хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх пӗтӗмпе каласа панӑ, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем миҫе ҫын пулнине пӗлтернӗ,</verse>
				<verse number="19">ҫапла вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ. Моисей вӗсене Синай пушхирӗнче шутласа тухнӑ.</verse>
				<verse number="20">Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; пур арҫынна пӗтӗмпе шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="21">Рувим кӑкӗнче хӗрӗх ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Симеон ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; пур арҫынна пӗтӗмпе шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="23">Симеон кӑкӗнче аллӑ тӑхӑр пин те виҫҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Гад ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="25">Гад кӑкӗнче хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Иуда ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="27">Иуда кӑкӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Иссахар ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="29">Иссахар кӑкӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="30">Завулон ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="31">Завулон кӑкӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Иосиф ывӑлӗсене, Ефрем ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="33">Ефрем кӑкӗнче хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="34">Манассия ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="35">Манассия кӑкӗнче вӑтӑр икӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="36">Вениамин ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="37">Вениамин кӑкӗнче вӑтӑр пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="38">Дан ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="39">Дан кӑкӗнче утмӑл икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="40">Асир ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="41">Асир кӑкӗнче хӗрӗх пӗр пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="42">Неффалим ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="43">Неффалим кӑкӗнче аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="44">Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем — вуникӗ ҫын, кашни йӑхран пӗрер ҫын — шутласа тухса шута кӗртнӗ ҫынсем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="45">Килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухса пӗтӗмпе шута илнӗ Израиль ывӑлӗсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,</verse>
				<verse number="46">шута илнисем, Израиль халӑхӗн мӗнпурӗ ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="47">Левитсене вара ашшӗсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухман, ҫав шута кӗртмен.</verse>
				<verse number="48">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="49">Левий йӑхне ҫеҫ шута ан ил, вӗсене Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ан шутла;</verse>
				<verse number="50">Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ун таврашӗнче мӗн пуррине пурне те левитсен аллине пар; вӗсем кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳреччӗр, ун таврашӗнче ӗҫлесе тӑччӑр, хӑйсен тапӑрне те ун ҫывӑхне лартса тухчӑр;</verse>
				<verse number="51">кӗлӗ чатӑрне куҫарса каймалла пулсассӑн та, ӑна левитсем ҫӗклеччӗр; кӗлӗ чатӑрне лартмалла пулсассӑн та, ӑна каллех левитсем лартчӑр; кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.</verse>
				<verse number="52">Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйсен тапӑрне ларса тухмалла, хӑйсен ялавӗ ҫумӗнче, хӑйсен ҫарӗпе пӗрле пулмалла;</verse>
				<verse number="53">Израиль ывӑлӗсен халӑхне ҫилленни ан пултӑр тесе, левитсем хӑйсен тапӑрне Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне лартмалла; ҫапла вара левитсем яланах Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхласа тӑрӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="54">Израиль ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ; Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, ҫапла тунӑ та вӗсем.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Турӑ Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне хӑйсен ялавӗ ҫумне, хӑйсен килӗ-йышӗн паллисем патне лартмалла; хӑйсен тапӑрне вӗсен пуху чатӑрӗ умне ун тавра лартса тухмалла.</verse>
				<verse number="3">Мал енне, тухӑҫ еннелле, хӑйсен тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене Иуда йӑхӗ лартӗ. Иуда ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="4">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="5">ун хыҫҫӑн Иссахар йӑхӗ тапӑр лартӗ, Иссахар ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="6">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="7">[унтан] Завулон йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Завулон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="8">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="9">Иуда тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑрвун ултӑ пин те тӑватҫӗр ҫын; малтан вӗсен тапранмалла.</verse>
				<verse number="10">Рувим тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсем кӑнтӑр енче пулмалла, Рувим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="11">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="12">ун ҫумне хӑйӗн тапӑрне Симеон йӑхӗ лартӗ, Симеон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="13">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ тӑхӑр пин те виҫҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="14">унтан Гад йӑхӗ, Гад ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="15">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр аллӑ ҫын;</verse>
				<verse number="16">Рувим тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр аллӑ пӗр пин те тӑватҫӗр аллӑ ҫын; вӗсем иккӗмӗшсем пулса тапранмалла.</verse>
				<verse number="17">Пуху чатӑрӗ тапранса кайсассӑн, левитсен тапӑрӗ ытти тапӑрсен варринче пулӗ. Чарӑнса тӑнӑ чухне мӗнле тӑраҫҫӗ, кайма та ҫав халлӗнех, кашнийӗ хӑй вырӑнӗнче, хӑйсен ялавӗ тавра пырас пулать.</verse>
				<verse number="18">Ефрем тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене анӑҫ енне лартмалла, Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="19">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="20">ун ҫумӗнче Манассия йӑхӗ, Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="21">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр икӗ пин те икҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="22">унтан Вениамин йӑхӗ, Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="23">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="24">Ефрем тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑр пин те ҫӗр ҫын; вӗсем виҫҫӗмӗшсем пулса тапранмалла.</verse>
				<verse number="25">Дан тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене ҫурҫӗр енне лартмалла, Дан ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="26">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче утмӑл икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="27">ун ҫумне Асир йӑхӗ тапӑр лартӗ, Асир ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="28">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пӗр пин те пилӗкҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="29">унтан малалла Неффалим йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Неффалим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="30">унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="31">Дан тапӑрӗн шутне кӗнисем мӗнпурӗ ҫӗр аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр ҫын; вӗсен хӑйсен ялавӗсем тавра тӑрса хыҫалтан пымалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухса шута илнӗ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ. Тапӑрсенче ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа шута кӗнисем мӗнпурӗ ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушнипе левитсем Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле пӗр шута кӗмен.</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫа Моисее мӗнле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпех ҫавӑн пек тунӑ: тапӑрӑн-тапӑрӑн хӑйсен ялавӗсем тавра вырӑнаҫса тухнӑ, кайнӑ чухне те кашнийӗ хӑйӗн ӑрӑвӗпе, хӑйӗн килӗ-йышӗпе пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ,</verse>
				<verse number="2">Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар;</verse>
				<verse number="3">кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ;</verse>
				<verse number="4">анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="6">Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр;</verse>
				<verse number="7">вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр;</verse>
				<verse number="8">пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр;</verse>
				<verse number="9">левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр;</verse>
				<verse number="10">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="12">акӑ Эпӗ Израилӗн вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗсем вырӑнне Израиль ывӑлӗсен хушшинчен левитсене илтӗм [вӗсем ҫавсем вырӑнне пулӗҫ]; левитсем Манӑн пулмалла,</verse>
				<verse number="13">мӗншӗн тесессӗн малтан ҫуралнисем пурте — Манӑн; Эпӗ Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнӑ мӗнпур ывӑл ачана пӗтерсе тухнӑ кун Израилӗн малтан ҫуралнисене — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — Хама халалларӑм; вӗсем Манӑн пулмалла. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Моисее Синай пушхирӗнче ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="15">Левий ывӑлӗсене вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тух; арҫынӗсене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара Моисей [тата Аарон] вӗсене Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Вӑл хушнӑ пек шутласа тухнӑ.</verse>
				<verse number="17">Акӑ Левий ывӑлӗсен ячӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.</verse>
				<verse number="18">Акӑ Гирсон ывӑлӗсен ячӗсем, ӑру пуҫӗсем: Ливни тата Шимей.</verse>
				<verse number="19">Кааф ывӑлӗсем, ӑру пуҫӗсем: Амрам тата Ицгар, Хеврон тата Узиил.</verse>
				<verse number="20">Мерари ывӑлӗсем, ӑру пуҫӗсем: Махли тата Муши. Акӑ Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ.</verse>
				<verse number="21">Гирсонран Ливни ӑрӑвӗпе Шимей ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Гирсон ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене шута илсессӗн, арҫынсем мӗнпурӗ ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Гирсон ӑрӑвӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗ хыҫне, анӑҫ енне, лартмалла;</verse>
				<verse number="24">Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Лаел ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="25">Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта ҫакӑнса тӑракан чаршава,</verse>
				<verse number="26">картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра ҫавӑрнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава, кӗлӗ чатӑрӗн вӗренӗсемпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне астума хушмалла.</verse>
				<verse number="27">Каафран Амрам ӑрӑвӗпе Ицгар ӑрӑвӗ тата Хеврон ӑрӑвӗ, тата Узиил ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Кааф ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑрах мӗнпур арҫын шучӗ сакӑр пин те ултҫӗр ҫын, вӗсем сӑваплӑ вырӑна хуралласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="29">Кааф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне лартмалла;</verse>
				<verse number="30">Кааф ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ вара Елцафан, Узиил ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="31">вӗсем пӑхмалли япаласем: саккун арчи, сӗтел, ҫутаткӑҫ, парне вырӑнӗсем, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан сӑваплӑ савӑт-сапа, чаршавпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрӗ.</verse>
				<verse number="32">Левитсен пуҫлӑхӗсен пуҫлӑхӗ — Елеазар, Аарон священник ывӑлӗ; сӑваплӑ вырӑна хураллама хушнисене вӑл пӑхса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="33">Мерарирен Махли ӑрӑвӗпе Муши ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Мерари ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="34">шутласа тухнӑ арҫынсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ултӑ пин те икҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="35">Мерари ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Цуриил, Авихаил ывӑлӗ; вӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енне лартмалла;</verse>
				<verse number="36">Мерари ывӑлӗсене кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсемпе каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене, унӑн мӗнпур япалипе пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне астуса тӑма хушмалла</verse>
				<verse number="37">тата вӗсене картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисемпе вӗренӗсене астуса тӑма хушмалла.</verse>
				<verse number="38">Кӗлӗ чатӑрӗн мал енне, пуху чатӑрӗ умне, тухӑҫ енне, Моисей тата Израиль ывӑлӗсен вырӑнне сӑваплӑ вырӑна астуса тӑракан Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тапӑр лартмалла; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.</verse>
				<verse number="39">Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисейпе Аарон левитсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх мӗнпур арҫыннине, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухнӑ; шута илнӗ левитсем мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="40">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсем хушшинчен малтан ҫуралнисене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, вӗсене ят тӑрӑх шутла;</verse>
				<verse number="41">Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне эсӗ Ман валли левитсене ил: Эпӗ Ҫӳлхуҫа. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ мӗнпур выльӑхӗ вырӑнне левитсен выльӑх-чӗрлӗхне ил, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлне шутласа тухнӑ,</verse>
				<verse number="43">вара ячӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, малтан ҫуралнӑ ывӑлсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин те икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="44">Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="45">Израиль ывӑлӗсенчен илмелли малтан ҫуралнӑ мӗнпур арҫын ача вырӑнне эсӗ левитсене ил, вӗсен выльӑхӗ вырӑнне левитсен выльӑхне ил; левитсем Манӑн пулччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="46">Левитсемпе танлаштарсассӑн, Израилӗн малтан ҫуралнӑ арҫын ачисем икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын ытларах, вӗсене тӳлесе илмешкӗн</verse>
				<verse number="47">кашни ҫыншӑн пилӗкшер сикль ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пултӑр,</verse>
				<verse number="48">левитсен шутӗнчен иртнисемшӗн тӳленӗ ҫакӑ кӗмӗле Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Моисей вара левитсен шутӗнчен ытларах пулнисем вырӑнне тӳленӗ кӗмӗле илнӗ.</verse>
				<verse number="50">Израилӗн малтан ҫуралнӑ арҫын ачисемшӗн вӑл таса сикль виҫипе пин те виҫҫӗр утмӑл пилӗк [сикль] кӗмӗл илнӗ;</verse>
				<verse number="51">Моисей, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, [ытлашши пулнисемшӗн] тӳленӗ кӗмӗле Ааронпа унӑн ывӑлӗсене панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Левий ывӑлӗсем хушшинчен Кааф ывӑлӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тух,</verse>
				<verse number="3">пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.</verse>
				<verse number="4">Кааф ывӑлӗсем [ҫак левитсем хӑйсен ӑрӑвӗпе, хӑйсен килӗ-йышӗпе] пуху чатӑрӗнче ӗҫлемелли ӗҫ акӑ: вӗсен Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме йӑтса ҫӳремелле.</verse>
				<verse number="5">Тапӑрӑн ҫула тапранса тухмалла пулсассӑн, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем кӗрӗҫ те, хупӑрласа тӑракан чаршава илсе, унпа Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине витӗҫ;</verse>
				<verse number="6">унтан ун ҫине кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивитти витӗҫ, ҫиелтен пӗтӗмӗшпе сенкер ҫӑмран тунӑ вителӗк витӗҫ, вара каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ;</verse>
				<verse number="7">Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсен сӗтелне те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗчпе витӗҫ, ун ҫине чарисене, тирӗкӗсене, чашӑкӗсене, ӑсса ямалли куркисене лартӗҫ; ун ҫинче яланхи ҫӑкӑрӗ те пулмалла;</verse>
				<verse number="8">вӗсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ виткӗч витӗҫ, ӑна ҫиелтен тата кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ;</verse>
				<verse number="9">унтан сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч илӗҫ те ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, хӗскӗчӗсене, ӑскӑчӗсене тата ун таврашӗнче тыткалакан йывӑҫ ҫӑвӗ ямалли мӗнпур савӑтне витсе хурӗҫ;</verse>
				<verse number="10">унтан вара ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ;</verse>
				<verse number="11">ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ ҫине те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч витӗҫ, унтан ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе хурӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса ярӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Кӗлӗ тунӑ чухне сӑваплӑ вырӑнта тыткалакан кӗлӗ япалисене пурне те илӗҫ те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч ӑшне чиксе хурӗҫ, унтан кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе ҫӗклевӗҫ ҫине хурӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Вара парне вырӑнӗ ҫинчи кӗле тасатса, ӑна хӗрхӗлтӗм виткӗчпе витсе хурӗҫ;</verse>
				<verse number="14">парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан мӗнпур хатӗр-хӗтӗре — кӑмрӑк ӑскӑчӗсене, юплешкисене, калакӗсене тата чашӑкӗсене, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑтне — парне вырӑнӗ ҫине хурӗҫ те, ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе, каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ. [Унтан хӗрхӗлтӗм виткӗч илӗҫ те ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне ҫавӑнпа витӗҫ, ҫиелтен тата кӑвак сӑран вителӗк витсе ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ.]</verse>
				<verse number="15">Тапӑр ҫула тухас умӗн Ааронпа унӑн ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑна тата сӑваплӑ вырӑнӑн мӗнпур япалине витсе пӗтерсессӗн, вӗсене ҫӗклесе каймашкӑн Кааф ывӑлӗсем пырса тӑрӗҫ; анчах вилес мар тесессӗн, вӗсен сӑваплӑ вырӑна сӗртӗнме юрамасть. Пуху чатӑрӗн ҫак пайӗсене Кааф ывӑлӗсем ҫӗклесе ҫӳремелле.</verse>
				<verse number="16">Елеазара — Аарон священник ывӑлне — ҫутаткӑҫа ямалли йывӑҫ ҫӑвӗ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли, яланах кӳрсе тӑракан тырӑ-пулӑ парни тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ памалла, — пӗтӗм кӗлӗ чатӑрӗ, ун ӑшӗнчи мӗнпур япала, сӑваплӑ вырӑнпа унти мӗнпур хатӗр-хӗтӗр унӑн аллинче пулмалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="18">Кааф йӑхне левитсем хушшинчен пӗтерсе ан пӑрахӑр,</verse>
				<verse number="19">Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пынӑ чухне вӗсем чӗрӗ юлччӑр, ан вилччӗр тесессӗн, эсир акӑ мӗн тӑвӑр: Ааронпа унӑн ывӑлӗсем пыччӑр та вӗсене кашнине хӑйӗн ӗҫӗ вырӑнне, хӑйӗн ҫӗклемӗ умне тӑратчӑр;</verse>
				<verse number="20">вилес мар тесессӗн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн саккун арчи патне пымалла мар, ӑна витнине курмалла мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="22">Гирсон ывӑлӗсене те хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тух,</verse>
				<verse number="23">пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене туса тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.</verse>
				<verse number="24">Хӑйсем ӗҫре тӑнӑ чухне тата ҫӗклемсем йӑтмалла чухне Гирсон килӗ-йышӗ тумалли ӗҫсем акӑ ҫаксем:</verse>
				<verse number="25">вӗсен кӗлӗ чатӑрӗн ҫивиттине, пуху чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, ӑна ҫиелтен витмелли кӑвак сӑран ҫивиттине тата пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнти чаршава йӑтса ҫӳремелле</verse>
				<verse number="26">тата картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра тытнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава тата вӗсен вӗренӗсене, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; тата вӗсен таврашӗнче мӗн тумаллине пурне те вӗсем ӗҫлесе тӑмалла;</verse>
				<verse number="27">кирек мӗнле ҫӗклем йӑтнӑ чухне те, кирек мӗнле ӗҫ тунӑ чухне те Гирсон ывӑлӗсен хӑйсем ӗҫлес ӗҫе Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хушнипе туса пымалла, хӑйсем йӑтса ҫӳрекен мӗнпур япалине пӑхса усрама та вӗсенех хушӑр;</verse>
				<verse number="28">Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ; Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Гирсон ывӑлӗсен аллине ҫак япаласене пӑхса усрама памалла.</verse>
				<verse number="29">Мерари ывӑлӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тух,</verse>
				<verse number="30">пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене туса тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.</verse>
				<verse number="31">Пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫре тӑнӑ чухне вӗсен акӑ мӗн йӑтса ҫӳремелле: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене, унӑн каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене</verse>
				<verse number="32">тата картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, вӗсен таврашӗнчи мӗнпур япалана, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; вӗсем йӑтса ҫӳремелли япаласене ячӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр;</verse>
				<verse number="33">Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче тумалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ;</verse>
				<verse number="35"></verse>
				<verse number="36">вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ:</verse>
				<verse number="37">ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="38">Унтан Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ;</verse>
				<verse number="39"></verse>
				<verse number="40">вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын пулнӑ:</verse>
				<verse number="41">ҫаксем — Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="42">Унтан Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ;</verse>
				<verse number="43"></verse>
				<verse number="44">вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, [хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх] шутласа тухсассӑн, виҫӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ:</verse>
				<verse number="45">ҫаксем — Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="46">Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем левитсене пурне те шута илнӗ; вӗсене,</verse>
				<verse number="47">пуху чатӑрӗнче ӗҫлеме юрӑхлисене тата унӑн япалисене йӑтса ҫӳреме пултараканнисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ;</verse>
				<verse number="48">шута кӗнисем сакӑр пин те пилӗкҫӗр сакӑрвунӑ ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="49">Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсен кашнийӗн мӗн ӗҫ тумаллине, мӗн йӑтса ҫӳремеллине палӑртса хунӑ; вӗсене, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, шута илсе тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем тилҫе ернӗ мӗнпур ҫынна, йӑх вӑрлӑхӗ юхакан мӗнпур ҫынна, вилӗпе ирсӗрленнӗ мӗнпур ҫынна тапӑртан кӑларса яччӑр,</verse>
				<verse number="3">арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те кӑларса ярӑр, вӗсене тапӑр тулашнех кӑларса ярӑр, вӗсем хӑйсем пурӑнакан тапӑрне ан ирсӗрлетчӗр: Эпӗ вӗсем хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Израиль ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ, вӗсене тапӑртан кӑларса янӑ; Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫавӑн пек тунӑ та.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="6">Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ,</verse>
				<verse number="7">ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр;</verse>
				<verse number="8">эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр;</verse>
				<verse number="9">Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать,</verse>
				<verse number="10">кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="12">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те камӑн та пулин арӑмӗ тӗрӗс тӑмасассӑн, хӑйӗн упӑшкине улталасассӑн,</verse>
				<verse number="13">кам та пулин ҫав арӑмпа ҫывӑрса хӑйӗн вӑрлӑхне юхтарса кӑларсассӑн, арӑмӗ ҫакна упӑшки куҫӗнчен пытарса вӑрттӑн ирсӗрленсессӗн, ҫак ӗҫе куракан пулманнипе ҫав арӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймасассӑн,</verse>
				<verse number="14">упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмӗ ирсӗрленнӗ хыҫҫӑн кӗвӗҫе пуҫласассӑн е тата арӑмӗ ирсӗрленмен чухнех упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, ҫапла арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн,</verse>
				<verse number="15">упӑшки хӑй арӑмне священник патне илсе пытӑр та арӑмӗшӗн ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ урпа ҫӑнӑхӗ парне кӳтӗр, анчах вӑл ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, йӗркесӗр ӗҫе астутарма асӑнса кӳрекен парне.</verse>
				<verse number="16">Священник вара ҫак арӑма Ҫӳлхуҫа умне илсе пырса тӑраттӑр,</verse>
				<verse number="17">унтан священник тӑм савӑтпа сӑваплӑ шыв илтӗр, унтан священник кӗлӗ чатӑрӗнчи урайӗнчен тӑпра илтӗр те ӑна шыва ятӑр;</verse>
				<verse number="18">кайран священник ҫак арӑма Ҫӳлхуҫа умне тӑраттӑр, унӑн пуҫ виттине сиртӗр, асӑнса кӳрекен парнине аллине тыттартӑр, ку ӗнтӗ кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, священник аллинче вара ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв пулӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара священник арӑма тупалӗ те калӗ ӑна: санпа никам та ҫывӑрман пулсассӑн, эсӗ ирсӗрленмен, хӑвӑн упӑшкуна улталаман пулсассӑн, ҫакӑ ылхан кӳрекен йӳҫӗ шывран сиен курмӑн;</verse>
				<verse number="20">анчах эсӗ хӑвӑн упӑшкуна улталаса ирсӗрленнӗ пулсассӑн, хӑвӑн упӑшкусӑр пуҫне санпа кам та пулин ҫывӑрнӑ пулсассӑн, тетӗр те священник</verse>
				<verse number="21">арӑма ылхан тупи каласа тупалатӑр, священник арӑма ҫапла калатӑр: Ҫӳлхуҫа сана ылханлӑ тутӑр, ху халӑхун ылханӗ айне хӑвартӑр, Ҫӳлхуҫа санӑн варна типӗтсе ларттӑр, хырӑмна шыҫӑнтарса ятӑр;</verse>
				<verse number="22">[санӑн] хырӑмна шыҫӑнтарса яма, [санӑн] варна типӗтсе лартма ҫакӑ ылхан кӳрекен шыв санӑн ӑшна-чиккӳне кӗрсе кайтӑр, тейӗ. Вара арӑм: аминь, аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="23">Тупаласа каланӑ ҫак сӑмахсене священник хут чӗркемӗ ҫине ҫырса, йӳҫӗ шыв ҫине ҫуса ярӗ;</verse>
				<verse number="24">унтан ылхан кӳрекен ҫав йӳҫӗ шыва арӑма ӗҫтерӗ, вара ылхан кӳрекен шыв арӑма сиен кӳме унӑн ӑшне-чиккине кӗрсе кайӗ.</verse>
				<verse number="25">Унтан священник кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен тырӑ-пулӑ парнине арӑм аллинчен илӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ, кайран парне вырӑнӗ ҫине кайса хурӗ;</verse>
				<verse number="26">священник тырӑ-пулӑ парнинчен асӑнмалӑх пай ывӑҫласа илӗ те ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, унтан арӑма шыв ӗҫтерӗ;</verse>
				<verse number="27">эхер те арӑм таса мар пулсассӑн, упӑшки тӗлӗшӗнчен йӗркесӗр ӗҫ тунӑ пулсассӑн, ӑна шыв ӗҫтернӗ хыҫҫӑн ҫав ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв ӑна сиен тума унӑн ӑшне-чиккине кӗрӗ, ӗнтӗ унӑн ӑшӗ шыҫӑнса кайӗ, варӗ типсе ларӗ, ҫак арӑм вара хӑйӗн халӑхӗ хушшинче ылханлӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="28">эхер те арӑмӗ ирсӗрленмен, тасах пулнӑ пулсассӑн, вӑл сиен курмӗ, ар вӑрлӑхӗпе пӗтӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="29">Арӑмӗ хӑйӗн упӑшкине улталаса ирсӗрленсессӗн, кӗвӗҫӳ тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ пулать ӗнтӗ,</verse>
				<verse number="30">е тата упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, упӑшки арӑмне Ҫӳлхуҫа умне тӑраттӑр, священник вара арӑм тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпе ҫак саккун хушнӑ пек тӑвӗ,</verse>
				<verse number="31">ҫапла упӑшки ҫылӑхран тасалӗ, арӑмӗ хӑйӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те арҫын е хӗрарӑм хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулма сӑмах парас пулсассӑн,</verse>
				<verse number="3">унӑн вара эрех те, хӑватлӑ шӗвек те ӗҫмелле мар, эрехрен тунӑ сӗрхе те, ӗҫмелли шӗвекрен тунӑ сӗрхе те сыпса пӑхмалла мар, иҫӗм ҫырлинчен хатӗрленине нимӗн те ӗҫмелле мар, чӗрӗ иҫӗм ҫырли те, типӗтнӗ иҫӗм ҫырли те ҫимелле мар;</verse>
				<verse number="4">назорей пулса пурӑннӑ хушӑра унӑн нихӑҫан та иҫӗм ҫырлинчен мӗн тунине — вӑрринчен пуҫласа хуппи таранчченех — нимӗн те ҫиес те, [ӗҫес те] пулмасть.</verse>
				<verse number="5">Назорей пулса пурӑнма сӑмах панӑ хушӑра унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмелле мар; хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑнмалли кунсем иртиччен вӑл таса ҫын: унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫне ӳстерес пулать.</verse>
				<verse number="6">Хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑннӑ хушӑра унӑн нихӑҫан та вилнӗ ҫын ҫывӑхне пымалла мар:</verse>
				<verse number="7">хӑйӗн ашшӗ е амӑшӗ, е пиччӗшӗ-шӑллӗ, е аппӑшӗ-йӑмӑкӗ вилсессӗн, унӑн вӗсен ҫумне сӗртӗнсе хӑйне ирсӗрлентермелле мар, мӗншӗн тесессӗн хӑйне Турра халаллани унӑн пуҫӗ ҫинче;</verse>
				<verse number="8">назорей пулса пурӑннӑ хушӑра вӑл пур кун та Ҫӳлхуҫа умӗнче таса ҫын.</verse>
				<verse number="9">Кам та пулин ун умӗнче сасартӑк, ӑнсӑртран, вилсе кайсассӑн, ҫавна пула вӑл хӑйӗн назорей ятне илнӗ пуҫне ирсӗрлетсессӗн, унӑн вара хӑйне тасатмалли кун ҫӳҫне кастармалла, ӑна ҫиччӗмӗш кунне кастармалла,</verse>
				<verse number="10">саккӑрмӗш кунне унӑн священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илсе пымалла;</verse>
				<verse number="11">священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫылӑх парни кӳрӗ, теприне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, ҫапла ӑна вилнӗ ҫын ӳчӗпе ирсӗрленнинчен тасатӗ, ҫав кун унӑн пуҫне тасалӑх тивлечӗ парӗ;</verse>
				<verse number="12">хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑнассине унӑн вара ҫӗнӗрен пуҫламалла, ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн пӗр ҫулхи путек памалла; ӗнтӗ унччен назорей пулса пурӑнни ирсӗрленнӗрен унӑн ӗлӗкхи кунӗсем пӑрахӑҫланчӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Назорей пулса пурӑнас кунсем вӗҫленсессӗн, назорей пулнӑ ҫын тӗлӗшӗпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымалла,</verse>
				<verse number="14">вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи така путек парӗ, ҫылӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх путек парӗ, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр така парӗ;</verse>
				<verse number="15">тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пӗрне ҫӑкӑр илсе пырӗ, тутлӑлла пӗҫернӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ пашалусем, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне илсе пырӗ;</verse>
				<verse number="16">ҫакна священник Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ те унтан унӑн ҫылӑхшӑн кӳмелли парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине кӳрӗ;</verse>
				<verse number="17">такине пӗрнери тутлӑлла ҫӑкӑрсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрӗ, священник ҫавӑн пекех унӑн тырӑ-пулӑ парнине тата ун ҫине юхтармаллине кӳрӗ;</verse>
				<verse number="18">вара назорей пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне кастарса ярӗ, унтан хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне илӗ те канӑҫлӑх парни айӗнчи вут-ҫулӑм ҫине хурӗ;</verse>
				<verse number="19">унтан священник такан пиҫсе ҫитнӗ малти хулне тата пӗрнерен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр кукӑльпе тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пашалу илӗ, вара назорей пулнӑ ҫын ҫӳҫне кастарнӑ хыҫҫӑн ҫакна назорей ывҫи ҫине хурӗ;</verse>
				<verse number="20">унтан священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳрӗ: силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе кӳнӗ хулсӑр пуҫне ҫак таса япаласем те священника пулмалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн назорей эрех ӗҫме пултарать.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫана сӑмах панӑ назорей тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун, хӑй назорей пулнӑшӑн Турра парне кӳрес йӗрке ҫакӑ ӗнтӗ; вӑйӗ ҫитсессӗн, кунтан ытларах та патӑр; хӑй епле сӑмах панӑ, ҫапла тумалла, назорей пулас тӗлӗшпе хунӑ йӗркерен ытларах та тума юрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="23">Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсене ҫапла пиллӗр, вӗсене ҫапла калӑр, те:</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр, сана сыхласа усратӑр!</verse>
				<verse number="25">Сан ҫине Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫутӑ сӑнӗпе пӑхтӑр, сана хӗрхентӗр!</verse>
				<verse number="26">Хӑйӗн сӑнне Ҫӳлхуҫа сан еннелле ҫавӑртӑр, сана тӑнӑҫлӑх патӑр! теччӗр.</verse>
				<verse number="27">Манӑн ятӑма Израиль ывӑлӗсем патне чӗнсе илччӗр. Эпӗ [Ҫӳлхуҫа] вӗсене пиллӗп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн,</verse>
				<verse number="2">унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ,</verse>
				<verse number="3">вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="5">ил вӗсенчен; кусем пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ пулӗҫ; левитсем тумалли ӗҫсем мӗнлине кура ҫакна вӗсене пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Моисей кӳмесемпе вӑкӑрсене илнӗ те вӗсене левитсене панӑ:</verse>
				<verse number="7">икӗ кӳмипе тӑватӑ вӑкӑрне Гирсон ывӑлӗсене вӗсем тӑвас ӗҫсем мӗнлине кура панӑ;</verse>
				<verse number="8">Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑрса ӗҫлеттерекен ӗҫсем мӗнлине кура тӑватӑ кӳмипе сакӑр вӑкӑрне Мерари ывӑлӗсене панӑ;</verse>
				<verse number="9">Кааф ывӑлӗсене паман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗ — сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе ҫӳресси; вӗсен ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳремелле.</verse>
				<verse number="10">Пуҫлӑхсем, парне вырӑнне ҫу сӗрсе, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмелли кун памалли парнесем илсе пынӑ, хӑйсен парнисене вӗсем парне вырӑнӗ умне тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн кунсерен пӗрер пуҫлӑх парне кӳрсе тӑтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Пӗрремӗш кунне хӑйӗн парнине Наассон, Иуда йӑхӗнчи Аминадав ывӑлӗ, кӳнӗ;</verse>
				<verse number="13">вӑл кӳнӗ парнесем ҫаксем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="14">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="15">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="16">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="17">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Наассон, Аминадав ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="18">Иккӗмӗш кунне Нафанаил — Цуар ывӑлӗ, Иссахар [йӑхӗн] пуҫлӑхӗ — илсе пынӑ;</verse>
				<verse number="19">вӑл хӑй ятӗнчен ҫак парнесене илсе пынӑ: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="20">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="21">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="22">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="23">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Нафанаил, Цуар ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="24">Виҫҫӗмӗш кунне Завулон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ, парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="25">вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="26">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="27">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="28">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="29">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елиав, Хелон ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="30">Тӑваттӑмӗш кунне Рувим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ, парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="31">вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="32">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="33">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="34">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="35">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елицур, Шедеур ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="36">Пиллӗкӗмӗш кунне Симеон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ, парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="37">вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="38">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="39">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="40">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="41">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="42">Улттӑмӗш кунне Гад ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="43">вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="44">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="45">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="46">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="47">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫиччӗмӗш кунне Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="49">Вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="50">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="51">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="52">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="53">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="54">Саккӑрмӗш кунне Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="55">Вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="56">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="57">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="58">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="59">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="60">Тӑххӑрмӗш кунне Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="61">вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="62">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="63">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="64">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="65">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="66">Вуннӑмӗш кунне Дан ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="67">вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="68">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="69">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="70">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="71">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="72">Вунпӗрмӗш кунне Асир ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ, парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="73">вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="74">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="75">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="76">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="77">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Пагиил, Охран ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="78">Вуниккӗмӗш кунне Неффалим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ, парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="79">вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="80">тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,</verse>
				<verse number="81">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,</verse>
				<verse number="82">ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки</verse>
				<verse number="83">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Ахира, Енан ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="84">Парне вырӑнне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ кун Израиль пуҫлӑхӗсем кӳнӗ парнесем ҫаксем: вуникӗ кӗмӗл тирӗк, вуникӗ кӗмӗл курка, вуникӗ ылтӑн тӗтӗркӗч;</verse>
				<verse number="85">кашни тирӗкре ҫӗр вӑтӑршар сикль кӗмӗл, кашни куркара ҫитмӗлшер сикль кӗмӗл: апла таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫакӑ савӑтсенче мӗнпурӗ икӗ пин те тӑватҫӗр сикль кӗмӗл;</verse>
				<verse number="86">тӗтӗрмелли тултарнӑ ылтӑн тӗтӗркӗч вуниккӗ; таса сикль виҫипе шутласассӑн, кашни тӗтӗркӗчре вуншар сикль: тӗтӗркӗчсенче мӗнпурӗ ҫӗр ҫирӗм сикль ылтӑн;</verse>
				<verse number="87">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ вуникӗ пӑру панӑ тата вуникӗ така, пӗр ҫулхи вуникӗ путек панӑ, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни илсе пынӑ; ҫылӑх парни кӳмешкӗн вуникӗ качака таки илсе пынӑ</verse>
				<verse number="88">тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ ҫирӗм тӑватӑ пӑру панӑ тата утмӑл така, [пӗр ҫулхи] утмӑл качака таки, [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи утмӑл путек панӑ; парне вырӑнне ҫу сӗрнӗ хыҫҫӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="89">Моисей пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫапа калаҫма кӗрсессӗн, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчийӗн икӗ херувим хушшинчи хупӑлчи ҫийӗнчен калаҫакан сасӑ илтӗннӗ, ҫав сасӑ Моисее каланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Аарона пӗлтер, кала ӑна: эсӗ лампадӑсем ҫутсассӑн, ҫутаткӑҫӑн мал енче ҫичӗ лампада ҫунмалла, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Аарон ҫапла тунӑ та: Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӑл ҫутаткӑҫӑн мал енчи лампадисене ҫутса янӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫутаткӑҫа акӑ ҫапла тунӑ: ӑна ылтӑнран хывса-ҫапса тунӑ, тунинчен пуҫласа чечекӗсем таранах хывса-ҫапса тунӑ; ҫутаткӑҫа Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа кӑтартнӑ евӗрлӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="6">Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат;</verse>
				<verse number="7">тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ;</verse>
				<verse number="8">унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил;</verse>
				<verse number="9">вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та</verse>
				<verse number="10">вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр;</verse>
				<verse number="11">Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр;</verse>
				<verse number="12">левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр;</verse>
				<verse number="13">унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла левитсене Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса ил, левитсем Манӑн пулччӑр.</verse>
				<verse number="15">Эсӗ левитсене тасатса Мана халалласассӑн, вӗсем вара пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Мана Израиль ывӑлӗсем вырӑнне панӑ:</verse>
				<verse number="16">Израиль ывӑлӗсен вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗ вырӑнне Эпӗ вӗсене Хам валли илетӗп,</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнисем — этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — пурте Манӑн: Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пӗтӗмпе пӗтерсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене Хам валли тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм те</verse>
				<verse number="18">Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне левитсене илтӗм;</verse>
				<verse number="19">вара левитсене Израиль ывӑлӗсем хушшинчен уйӑрса Ааронпа унӑн ывӑлӗсене патӑм, вӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑччӑр, Израиль ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑн патне пырса ан пӗтчӗр тесе, вӗсене Израиль ывӑлӗсене сыхласа хӑваракансем турӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара Моисейпе Аарон тата Израиль ывӑлӗсен пур халӑхӗ левитсем тӗлӗшӗнчен ҫапла тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее левитсем тӗлӗшӗнчен епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="21">Левитсем тасалнӑ, хӑйсен тумтирӗсене ҫуса тасатнӑ; Турӑ умӗнче Аарон вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене тунӑ, вӗсем таса пулччӑр тесе, Аарон вӗсене тасатнӑ;</verse>
				<verse number="22">ҫакӑн хыҫҫӑн левитсем Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умӗнче пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Левитсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, вӗсем ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="24">левитсем тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ: пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене вӗсен ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисем туса тӑмалла,</verse>
				<verse number="25">аллӑ ҫула ҫитсессӗн вара ӗҫлесе тӑма чарӑнмалла, малалла ӗҫлемелле мар:</verse>
				<verse number="26">ун чухне вӗсем хӑйсен тӑванӗсене пуху чатӑрӗ патӗнче хурал тӑма пулӑшчӑр, ӗҫлессе ан ӗҫлеччӗр; ӗҫӗ-хӗлӗ тӗлӗшӗнчен эсӗ левитсене ҫапла тытса тӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Израиль халӑхӗ Египетран тухсассӑн иккӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхра, Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Пасха тума палӑртнӑ вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсем Пасха туччӑр:</verse>
				<verse number="3">ӑна ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, палӑртса хунӑ вӑхӑтра, тӑвӑр, ӑна ун тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрки тӑрӑх, пӗтӗм йӑли тӑрӑх тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Моисей Израиль ывӑлӗсене Пасха тума каланӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем вара пӗрремӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, Синай пушхирӗнче Пасха тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ ҫынсем те пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсен ҫав кун Пасха тума юраман; вӗсем вара ҫав кун Моисейпе Аарон патне пынӑ,</verse>
				<verse number="7">ҫав ҫынсем Моисее каланӑ: эпир вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗннӗ пирки таса мар; мӗншӗн-ха палӑртса хунӑ вӑхӑтра пире Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑра парне кӳме чармалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Моисей вӗсене: тӑхтӑр-ха, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑр сирӗн тӗлӗшрен мӗн каланине пӗлем, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="10">Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла;</verse>
				<verse number="11">ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр;</verse>
				<verse number="12">ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр;</verse>
				<verse number="13">кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ;</verse>
				<verse number="14">сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ кун Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне пӗлӗт хупласа илнӗ, каҫран пуҫласа ирчченех кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче вут курӑннӑ пек тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Кайран та яланах ҫапла пулнӑ: кӗлӗ чатӑрне [кӑнтӑрла] — пӗлӗт, ҫӗрле вут евӗрлӗскер хупласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн, Израиль ывӑлӗсем хускалса ҫула тухнӑ, пӗлӗт чарӑннӑ тӗлте Израиль ывӑлӗсем чатӑр карса тапӑра ларнӑ.</verse>
				<verse number="18">Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа хушнипе ҫула тухнӑ, Ҫӳлхуҫа хушнипе чарӑнса тӑнӑ: пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче тӑнӑ чухне вӗсем те ҫав вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тӑнӑ;</verse>
				<verse number="19">пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче чылай вӑхӑт хушши тӑнӑ чухне Израиль ывӑлӗсем те, Ҫӳлхуҫа ҫапла кӑтартнине пӑхӑнса, ҫула тухман;</verse>
				<verse number="20">хӑш чухне вара пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче сахал вӑхӑт хушши тӑнӑ: вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе хускалса ҫула тухнӑ;</verse>
				<verse number="21">хӑш чухне пӗлӗт каҫран пуҫласа ирччен ҫеҫ тӑнӑ, ирхине пӗлӗт ҫӗкленсе кайнӑ, ун чухне вӗсем те хускалса кайнӑ; е пӗлӗт кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑнӑ, вӑл ҫӗкленсессӗн, вӗсем те хускалса кайнӑ;</verse>
				<verse number="22">е тата пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче икӗ кун е пӗр уйӑх, е темиҫе кун тӑнӑ, ун чухне Израиль ывӑлӗсем те чарӑнса тӑнӑ, ҫула тухман; пӗлӗт ҫӗкленсессӗн тин хускалса кайнӑ;</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе ҫула тухнӑ: Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнине пӑхӑнса пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар;</verse>
				<verse number="3">икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ:</verse>
				<verse number="4">пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ;</verse>
				<verse number="5">хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;</verse>
				<verse number="6">хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр;</verse>
				<verse number="7">пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар;</verse>
				<verse number="8">трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр;</verse>
				<verse number="9">хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр;</verse>
				<verse number="10">хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иккӗмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче пӗлӗт Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫийӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="12">Израиль ывӑлӗсем вара тапӑрӑн-тапӑрӑн Синай пушхирӗнчен хускалса тухнӑ; пӗлӗт Фаран пушхирне ҫитсе чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫапла вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе малтанхи хут тапранса тухнӑ.</verse>
				<verse number="14">Чи малтан Иуда ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="15">Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="16">Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="17">Кӗлӗ чатӑрне сӳтсе илнӗ те ӑна ҫӗклесе пыракан Гирсон ывӑлӗсемпе Мерари ывӑлӗсем хускалса кайнӑ.</verse>
				<verse number="18">Унтан Рувим тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ, унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; унӑн ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="19">Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="20">Гад ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="21">Унтан сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе пыракан Кааф ывӑлӗсем хускалса кайнӑ; кӗлӗ чатӑрне вӗсем ҫитичченех лартса хунӑ.</verse>
				<verse number="22">Унтан Ефрем ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="23">Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="24">Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Пур тапӑртан кайран Дан ывӑлӗсен элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="26">Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="27">Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="28">Израиль ывӑлӗсем ҫарӑн-ҫарӑн каймалли йӗрке акӑ ҫакӑ ӗнтӗ. Вӗсем вара ҫула тухнӑ.</verse>
				<verse number="29">Моисей Ховава — Рагуил ывӑлне, мадиан ҫыннине, хӑйӗн хурӑнташне — каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫамӑр «сире ҫак ҫӗре парӑп» тенӗ вырӑна каятпӑр; атя пирӗнпе пӗрле, эпир сана ырӑлӑх кӑтартӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ҫинчен Ҫӳлхуҫа ырӑ каланӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Анчах Ховав ӑна: пымастӑп; эпӗ хамӑн ҫӗрӗме, хамӑн ҫуралнӑ ҫӗршывӑма каятӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Моисей вара каланӑ: ан пӑрахсам пире, мӗншӗн тесессӗн эпир пушхирте епле тапӑрӑн вырӑнаҫса тухнине эсӗ пӗлетӗн, эсӗ пирӗншӗн куҫ пулӑттӑн;</verse>
				<verse number="32">пирӗнпе пӗрле пырсассӑн, хамӑра Ҫӳлхуҫа кӑтартас ырӑлӑха эпир сана та кӑтартӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вара вӗсем Ҫӳлхуҫа тӑвӗ патӗнчен виҫӗ кун каймалли ҫула хускалса тухнӑ, ӑҫта чарӑнса тӑмалли вырӑна палӑртса, Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи те виҫӗ кун вӗсен умӗнчен пынӑ.</verse>
				<verse number="34">Тапӑртан хускалса тухсассӑн, кӑнтӑрла вӗсен тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ пынӑ.</verse>
				<verse number="35">Ҫула тухма саккун арчине ҫӗкленӗ чухне Моисей каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, Санӑн тӑшманусем саланччӑр, Сана курайманнисем Санӑн умӑнтан тарса ҫухалччӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Саккун арчи чарӑнса тӑнӑ чухне вӑл: эй Ҫӳлхуҫа, Израилӗн пиншер-пиншер ҫынни патне, вуншар-вуншар пинӗ патне таврӑн! тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Халӑх сасӑпах Ҫӳлхуҫана ӳпкелеме пуҫланӑ; Ҫӳлхуҫа илтнӗ те, Унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ, вара вӗсем патӗнче Ҫӳлхуҫа вучӗ хыпса илнӗ, вӑл тапӑрӑн пӗр хӗррине пӗтере пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="2">Халӑх ӗнтӗ Моисее тилмӗрсе йӑлӑннӑ; Моисей Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ та, вут-ҫулӑм чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Хӑйсем патӗнче Ҫӳлхуҫа вучӗ тивсе кайнӑран ҫав вырӑна вӗсем Тавера тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем хушшинчи ютран килнӗ ҫынсем хӑйсен пилне чарайманнине палӑрта пуҫланӑ; вӗсемпе пӗрле Израиль ывӑлӗсем те йӗрсе ларнӑ: пире кам аш ҫитерӗ?</verse>
				<verse number="5">Эпир Египетра нимӗн тӳлемесӗрех ҫинӗ пулла астӑватпӑр, хӑярпа дыня тата ешӗл сухан, пуҫлӑ суханпа ыхра ҫинине те астӑватпӑр;</verse>
				<verse number="6">халӗ акӑ пирӗн чун хавшаса ҫитрӗ; нимӗн те ҫук, пирӗн куҫ умӗнче пӗр манна анчах, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Манна вӑл кориандр вӑрри майлӑ пулнӑ, пӑхма бдолах евӗрлӗскер пулнӑ;</verse>
				<verse number="8">халӑх ӑна пуҫтарса ҫӳренӗ, ал арманне ярса авӑртнӑ е килӗре тӳнӗ, кайран хуранта пӗҫернӗ, унран пашалу тунӑ; унӑн тути йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пашалу тути евӗрлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Тапӑр ларнӑ вырӑна ҫӗрле сывлӑм ӳкнӗ чухне тапӑр ҫине манна та ҫунӑ.</verse>
				<verse number="10">Кил-йышсерен йӗнине, кашнийӗ хӑйӗн чатӑрӗ умӗнче йӗнине Моисей илтнӗ; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Моисей питӗ куляннӑ.</verse>
				<verse number="11">Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: мӗншӗн Эсӗ Хӑвӑн чуруна асаплантаратӑн? Санӑн куҫу умӗнче эпӗ мӗншӗн кӑмӑл тупмарӑм-ши, ҫак пӗтӗм халӑх йывӑрлӑхне мӗншӗн Эсӗ ман ҫине тиерӗн-ши?</verse>
				<verse number="12">ҫак халӑха эпӗ хамӑн варӑмра йӑтса ҫӳрерӗм-и? ӑна эпӗ ҫуратрӑм-и? Эсӗ мана калатӑн: ача пӑхакан хӗрарӑм ачине алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗ пек, эсӗ ӑна хӑвӑн аллу ҫинче ҫӗклесе Эпӗ унӑн ашшӗсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кай, тетӗн;</verse>
				<verse number="13">ҫакӑ пӗтӗм халӑха ҫитермелӗх аш эпӗ ӑҫтан тупам? вӗсем авӑ ман умра йӗреҫҫӗ: пире аш ҫитер, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакӑ пӗтӗм халӑха эпӗ пӗччен йӑтса ҫӳрейместӗп, мӗншӗн тесессӗн маншӑн йывӑр вӑл;</verse>
				<verse number="15">Санӑн куҫу умӗнче кӑмӑл тупрӑм пулсассӑн, ҫапла тӑвиччен вӗлер мана, ку маншӑн аванрах пулӗччӗ, эпӗ хамӑн асапӑма курмӑттӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль пуҫлӑхӗсем хушшинчен эсӗ Ман валли ху пӗлекен, халӑха пӑхса-тӗрӗслесе тӑракан ҫитмӗл ҫын суйласа ил, вӗсене пуху чатӑрӗ патне илсе пыр, вӗсем унта санпа пӗрле тӑччӑр;</verse>
				<verse number="17">Эпӗ ҫавӑнта анӑп та санпа калаҫӑп, сан ҫинчи Сывлӑшӑн хӑватне илсе вӗсем ҫине хурӑп: санпа пӗрле вӗсем халӑхӑн йывӑрлӑхне тӳсчӗр, санӑн пӗччен тӳсмелле ан пултӑр.</verse>
				<verse number="18">Халӑха кала: ыранхи кун тӗлне тасалса тӑрӑр, вара аш ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫана илтӗнмеллех йӗтӗр: пире кам аш ҫитерӗ? пире Египетрах аванччӗ, терӗр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ҫӳлхуҫа аш парӗ, вара [аш] ҫийӗр:</verse>
				<verse number="19">пӗр кун кӑна мар ҫийӗр, икӗ кун мар, пилӗк кун мар, вунӑ кун мар, ҫирӗм кун та мар,</verse>
				<verse number="20">уйӑхӗпех аш [ҫийӗр] — сӑмсӑр шӑтӑкӗнчен тухичченех, хӑвӑра йӗрӗнтерсе ҫитеричченех ҫийӗр; хӑвӑр хушшӑрти Ҫӳлхуҫана вырӑна хуманшӑн, Ун умӗнче: пирӗн Египетран мӗншӗн тухмаллаччӗ-ха? тесе йӗнӗшӗн ҫапла пулӗ, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Моисей каланӑ: эпӗ пурӑнакан ҫакӑ халӑх хушшинче ҫуран пыраканнисем ултҫӗр пин ҫын; Эсӗ вара: вӗсене Эпӗ аш парӑп, вӗсем уйӑхӗпех аш ҫийӗҫ! тетӗн;</verse>
				<verse number="22">вӗсене ҫителӗклӗ пултӑр тесе, мӗнпур сурӑха, вӑкӑра пусса пӗтерес-и? е вӗсене тивӗҫтермешкӗн тинӗсри мӗнпур пулӑ пухӑнӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ҫӳлхуҫанӑн алли кӗске-им? Манӑн сана каланӑ сӑмахӑм вырӑна килессипе килмессине эсӗ паян курӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Моисей тухнӑ та халӑха Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа панӑ, унтан, халӑх пуҫлӑхӗсенчен ҫитмӗл ҫын суйласа илсе, вӗсене кӗлӗ чатӑрӗ патне тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вара Ҫӳлхуҫа пӗлӗт ӑшӗнче аннӑ та Моисейпе калаҫнӑ, ун ҫинчи Сывлӑшран хӑват илсе ҫитмӗл пуҫлӑха панӑ. Хӑйсем ҫине Сывлӑш хӑвачӗ куҫсанах, вӗсем пророкла калаҫа пуҫланӑ, кайран калаҫма чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="26">Икӗ ҫынни тапӑртах юлнӑ: пӗри — Елдад, тепӗри Модад ятлӑ пулнӑ; Сывлӑш хӑвачӗ вӗсем ҫине те куҫнӑ [вӗсем суйласа илнӗ ҫитмӗл ҫын шутӗнчех пулнӑ, кӗлӗ чатӑрӗ патне ҫеҫ пыман], вӗсем те тапӑрта пророкла калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="27">Пӗр ача чупса ҫитнӗ те Моисее пӗлтернӗ: Елдадпа Модад тапӑрта пророкла калаҫаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакна хирӗҫ Иисус — Нав ывӑлӗ, Моисей патӗнче ӗҫлесе тӑраканскер, Моисей суйласа илнӗ ҫынсенчен пӗри — каланӑ: эй Моисей хуҫамӑм! чар вӗсене, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Моисей ӑна каланӑ: эсӗ маншӑн кӗвӗҫместӗн-и? эх, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ ҫине Хӑйӗн Сывлӑшне яринччӗ, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн пур ҫынни те пророк пулинччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вара Моисей хӑй те, Израиль пуҫлӑхӗсем те тапӑра таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="31">Акӑ Ҫӳлхуҫа хушнипе вӑйлӑ ҫил тухнӑ, ҫил тинӗс енчен путенесем вӗҫтерсе килнӗ, вӗсене тапӑр таврашне, тапӑрӑн пӗр енне — пӗр кун каяс ҫул тӑршшӗ, тепӗр енне те пӗр кун каяс ҫул тӑршшӗ сапаласа пӑрахнӑ, путене сийӗ хулӑн, икӗ чикене яхӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Халӑх тӑнӑ та ҫав кун кунӗпе, ҫӗрӗпе, тепӗр кун та кунӗпех путене пуҫтарнӑ; сахал пухаканӗ те вунӑ хомер пуҫтарнӑ; ӑна вӗсем хӑйсем валли тапӑр тавра купаласа хунӑ.</verse>
				<verse number="33">Ашӗ вӗсен ҫӑварӗнче чухнех, ӑна ҫисе пӗтеричченех, Ҫӳлхуҫа ҫилли халӑх ҫине тулса ҫитнӗ, вара Вӑл питӗ йывӑр чир ярса халӑха хирсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="34">Пилне чарайман халӑха ҫавӑнта пытарнӑран ҫак вырӑна вара Киброт-Гаттаава теме тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="35">Киброт-Гаттаавӑран халӑх Асирофа тапранса кайнӑ, унтан Асирофра чарӑнса тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Мариампа Аарон ӗнтӗ Моисее арӑмӗшӗн, Эфиопи хӗрӗшӗн, ӳпкеленӗ, мӗншӗн тесессӗн Моисей Эфиопи хӗрне качча илнӗ;</verse>
				<verse number="2">вӗсем: Ҫӳлхуҫа пӗр Моисее ҫеҫ каланӑ-им? Вӑл пире те каламан-им? тенӗ. Ҫакна Ҫӳлхуҫа илтнӗ.</verse>
				<verse number="3">Моисей ҫӗр ҫинчи пур ҫынран та йӑвашрах пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа сасартӑк Моисее, Аарона тата Мариама: эсир виҫсӗр те пуху чатӑрӗ патне тухӑр, тенӗ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те тухнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа пӗлӗт юпа ӑшӗнче аннӑ та кӗлӗ чатӑрӗ умне тӑнӑ, Вӑл Ааронпа Мариама чӗннӗ, вӗсем иккӗшӗ те тухса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа каланӑ: Манӑн сӑмахсене итлӗр-ха: сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулсассӑн, Эпӗ ӑна палӑрса курӑнатӑп, унпа тӗлӗкӗнче калаҫатӑп;</verse>
				<verse number="7">Хамӑн Моисей чурампа апла мар, вӑл Манӑн кил-ҫуртӑмра пур тӗлӗшпе те тӗрӗс тӑрать:</verse>
				<verse number="8">Эпӗ унпа куҫа-куҫӑн калаҫатӑп, ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑп, вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑнне курса тӑрать; Манӑн чурама, Моисее, ӳпкелеме мӗнле хӑрамарӑр эсир? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Пӗлӗт те кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен кайнӑ, акӑ Мариама тилҫе юр пек хупласа илнӗ. Аарон ун ҫине пӑхнӑ та, акӑ Мариам тилҫеллӗ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара Аарон Моисее каланӑ: эй хуҫамӑм! эпир ӑссӑр хӑтланнине, ҫылӑха кӗнине ҫылӑх вырӑнне ан хурсам;</verse>
				<verse number="12">Мариама вилӗ ҫуралнӑ ача пек пулма ан парсам: вилӗ ҫуралнӑ ачан ӳчӗ амӑшӗ варӗнченех ҫурри ҫӗрсе тухать, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Моисей вара Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эй Турӑҫӑм, чӗртсем ӑна! тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: хӑйӗн ашшӗ унӑн пичӗ ҫине сурсассӑн, вӑл ҫичӗ кунччен вӑтанса ҫӳремӗччӗ-и? апла ӑна тапӑр тулашне ҫичӗ куна хупса хурӑр, кайран каялла таврӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Тапӑр тулашӗнче Мариам ҫичӗ кун хупӑнса тӑнӑ, Мариам каялла таврӑниччен халӑх ҫула тухман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн халӑх Асирофран хускалса кайнӑ та Фаран пушхирне ҫитсе чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="3">ху патӑнтан ҫынсем яр, вӗсем Эпӗ Израиль ывӑлӗсене парас ҫӗре, Ханаан ҫӗрне, пӑхса килччӗр; хӑйсен ашшӗсен йӑхӗнчен пӗрер ҫын — пӗрер пуҫлӑх — ярӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисей вара Фаран пушхирӗнчен ҫынсем янӑ, вӗсем пурте Израиль ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсен ячӗсем ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Саммуа, Закхур ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="6">Симеон йӑхӗнчен Сафат, Хорий ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="7">Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="8">Иссахар йӑхӗнчен Игал, Иосиф ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="9">Ефрем йӑхӗнчен Осия, Нав ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="10">Вениамин йӑхӗнчен Фалтий, Рафуй ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="11">Завулон йӑхӗнчен Гаддиил, Содий ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="12">Иосиф йӑхӗнчен, Манассия ӑрӑвӗнчен Гаддий, Сусий ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="13">Дан йӑхӗнчен Аммиил, Гемаллий ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="14">Асир йӑхӗнчен Сефур, Михаил ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="15">Неффалим йӑхӗнчен Нахбий, Вофсий ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="16">Гад йӑхӗнчен Геуил, Махий ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="17">Моисей ҫӗр пӑхса килме янӑ ҫынсен ячӗсем ҫаксем пулнӑ ӗнтӗ. Моисей ҫавӑн чухне Осияна, Нав ывӑлне, Иисус ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="18">Моисей вӗсене [Фаран пушхирӗнчен] Ханаан ҫӗрне пӑхса килме янӑ, вӗсене каланӑ: ҫак кӑнтӑрти ҫӗршыва кайӑр та ту ҫине улӑхӑр,</verse>
				<verse number="19">ҫӗрне лайӑх пӑхса ҫаврӑнӑр: вӑл мӗнле ҫӗр, унта пурӑнакан халӑхӗ мӗнлескер, вӑйлӑ-и вӑл, вӑйсӑр-и, сахаллӑн-и вӗсем, йышлӑ-и?</verse>
				<verse number="20">ҫав халӑх пурӑнакан ҫӗр еплерех: аван-и вӑл, начар-и? халӑх пурӑнакан хулисем епле? ҫыннисем чатӑрсенче пурӑнаҫҫӗ-и е хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ ҫурт-йӗрсенче-и?</verse>
				<verse number="21">ҫӗрӗ епле: мӑнтӑр ҫӗр-и вӑл, ырхан ҫӗр-и? унта йывӑҫ таврашӗ пур-и, ҫук-и? хӑюллӑ пулӑр, ҫав ҫӗрти ҫимӗҫсене илсе килӗр, тенӗ. Ҫакӑ шӑпах иҫӗм ҫырли ӗлкӗрнӗ вӑхӑтра пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем кайнӑ та унти ҫӗре Син пушхирӗ патӗнчен пуҫласа Емаф ҫывӑхӗнчи Рехов таранах пӑхса тухнӑ;</verse>
				<verse number="23">унтан кӑнтӑр еннелле кайнӑ, Хеврон патне ҫитнӗ, унта Енак ачисем Ахиман, Сесай тата Фалмай пурӑннӑ: Хеврон хулине Цоанран — Египет [хулинчен] — ҫичӗ ҫул маларах туса лартнӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="24">унтан вӗсем Есхол айлӑмне ҫитнӗ, [ӑна та пӑхса тухнӑ,] ҫавӑнта вӗсем пӗр ҫупкӑм ҫырлаллӑ иҫӗм турачӗ касса илнӗ, ӑна иккӗн каштапа ҫӗклесе кайнӑ; тата нар улмипе смоква та илнӗ;</verse>
				<verse number="25">Израиль ывӑлӗсем ҫавӑнта иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ касса илнӗрен ҫак вырӑна Есхол айлӑмӗ тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӗр пӑхса тухсассӑн, вӗсем хӗрӗх кунран каялла таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсем ҫула тухнӑ та Моисейпе Аарон патне, пӗтӗм Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне Фаран пушхирне, Кадеса, таврӑннӑ, вӗсем валли тата пӗтӗм халӑх валли хурав илсе килнӗ, вӗсене ҫав ҫӗр ҫимӗҫӗсене кӑтартнӑ;</verse>
				<verse number="28">вара Моисее кала-кала панӑ: эпир эсӗ янӑ ҫӗре кайса килтӗмӗр; унта чӑнахах пылпа сӗт юхса выртать, акӑ унти ҫимӗҫсем;</verse>
				<verse number="29">анчах вӑл ҫӗрте пурӑнакан халӑх вӑйлӑ, хулисем те питӗ пысӑк, вӗсене тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене куртӑмӑр;</verse>
				<verse number="30">Амалик ҫав ҫӗрӗн кӑнтӑр енче пурӑнать, хетсем, [евейсем,] иевусейсем тата аморрейсем ту ҫинче пурӑнаҫҫӗ, ханаансем тинӗс хӗррипе тата Иордан хӗррипе пурӑнаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Халев вара халӑха Моисей умӗнче лӑплантарса каланӑ: кайӑпӑр та вӑл ҫӗре хамӑр алла илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир ӑна ҫӗнме пултаратпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Анчах унпа пӗрле кайса килнисем урӑхла каланӑ: эпир вӑл халӑха хирӗҫ каяймастпӑр, вӑл пирӗнтен вӑйлӑрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вара вӗсем хӑйсем пӑхса килнӗ ҫӗр ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хушшинче усал чап сарса ҫӳренӗ, вӗсем каланӑ: эпир пӑхса тухнӑ ҫӗр — хӑй ҫийӗнче пурӑнакансене ҫисе яракан ҫӗр, унти пӗтӗм халӑх, эпир курнӑ халӑх — питех те шултӑра ҫынсем;</verse>
				<verse number="34">эпир унта улӑпсене те — Енак ывӑлӗсене, улӑп ӑрӑвӗнчен тухнӑскерсене — куртӑмӑр; эпир вӗсен умӗнче хӗрлӗ шӑрчӑк пек анчах иккенне хамӑр куҫпа куртӑмӑр, вӗсен куҫне те эпир ҫавӑн пекех курӑнтӑмӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Вара пӗтӗм халӑх уласа йӗре пуҫланӑ, ҫав каҫ халӑх [ҫӗрӗпех] йӗнӗ;</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсем пурте Моисейпе Аарона ӳпкеленӗ, пӗтӗм халӑх вӗсене каланӑ: ах, эпир Египет ҫӗрӗнчех вилнӗ пулсанччӗ е ҫак пушхиртех пӗтнӗ пулсанччӗ!</verse>
				<verse number="3">ҫак ҫӗре пире Ҫӳлхуҫа мӗншӗн илсе каять-ши? пире хӗҫпе вӗлерттерсе пӗтерме-ши? пирӗн арӑмӑрсемпе ачамӑрсем тӑшман тупӑшӗ пулса тӑрӗҫ; каялла Египета таврӑнсассӑн пире авантарах пулмӗччӗ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Унтан пӗрне-пӗри каланӑ: хамӑр валли пуҫлӑх суйласа хурар та Египета таврӑнар, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пуҫтарӑнса тӑнӑ пӗтӗм халӑхӗ умӗнче ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="6">Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев, ҫӗр пӑхма кайса килнӗскерсем, хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ та</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне ҫапла каланӑ: эпир пӑхса ҫаврӑннӑ ҫӗр питех те, питех те аван;</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пире парӗ;</verse>
				<verse number="9">анчах Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, ҫав ҫӗрти халӑхран ан хӑрӑр; вӗсем пирӗн алла лекӗҫ: вӗсен хӳтлӗхӗ пӗтрӗ, пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр; вӗсенчен ан хӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Пӗтӗм халӑх: вӗсене чулпа персе вӗлерес! тенӗ. Анчах мӗнпур Израиль ывӑлне пуху чатӑрӗнче [пӗлӗт ӑшӗнче] Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.</verse>
				<verse number="11">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫак халӑх Мана хӑҫанччен тарӑхтарса пурӑнӗ? Эпӗ хӑйсем хушшинче тунӑ тӗрлӗ паллӑсене пурне те кура тӑркачах хӑҫанччен вӑл Мана шанмасӑр тӑрӗ?</verse>
				<verse number="12">ӑна чирпе хирсе тухӑп, ӑна пӗтерӗп, санран [тата санӑн аҫу килӗнчен] ҫак халӑхран йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑх кӑларӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫак халӑха Эсӗ Египет ҫыннисем хушшинчен Хӑвӑн хӑватупа илсе тухрӑн, апла Египет ҫыннисем илтӗҫ те</verse>
				<verse number="14">ҫакӑнта пурӑнакансене каласа парӗҫ — ҫак ҫӗр ҫыннисем вара Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль халӑхӗ хушшинче пулнине, Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, вӗсене Хӑвна куҫран куҫа кӑтартнине, Санӑн пӗлӗтӳ вӗсем тӗлӗнче тӑнине, Эсӗ вӗсен умӗнчен кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче пынине илтнӗ;</verse>
				<verse number="15">Эсӗ ҫак халӑха пӗр ҫынна пӗтерсе пӑрахнӑ пек пӗтерсе пӑрахсассӑн, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен илтнӗ халӑхсем калӗҫ:</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ҫак халӑха Хӑй тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртме пултараймарӗ, ҫавӑнпа ӑна пушхиртех пӗтерчӗ, тейӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Эппин, Ху каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ мухтава тухтӑр, Эсӗ ҫапла тесе каларӑн:</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ [тата тӳрӗ], Вӑл йӗркесӗр пурӑннине, усал ӗҫсене, [ҫылӑхсене] каҫарать, анчах хаса памасӑр хӑвармасть: ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитиччен хаса парать, терӗн.</verse>
				<verse number="19">Ҫак халӑха Египетран тухнӑранпа ку таранччен каҫарнӑ пек, Хӑвӑн виҫесӗр хӗрхенекен кӑмӑлупа ҫак халӑхӑн ҫылӑхне каҫарсам, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп;</verse>
				<verse number="21">Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ:</verse>
				<verse number="22">Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем</verse>
				<verse number="23">Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ;</verse>
				<verse number="24">Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ;</verse>
				<verse number="25">амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="27">ҫак усал халӑх хӑҫанччен Мана ӳпкелӗ? Эпӗ Израиль ывӑлӗсен Мана ӳпкелекен ӳпкевне илтетӗп.</verse>
				<verse number="28">Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа: Эпӗ пур, тет, эсир Мана илтӗнмелле мӗн каларӑр, Эпӗ сире ҫапла тӑвӑп;</verse>
				<verse number="29">сирӗн ӳтӗрсем ҫак пушхирте выртса юлӗҫ; эсир, шута кӗнисем, шутласа тухсассӑн мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавсем пурте, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, Мана ӳпкелекенсем,</verse>
				<verse number="30">Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр;</verse>
				<verse number="31">ачӑрсем ҫинчен эсир: вӗсем тӑшман тупӑшӗ пулӗҫ, терӗр; Эпӗ вӗсене ҫав ҫӗре илсе кӗрӗп, вӗсем эсир тиркенӗ ҫӗре курӗҫ,</verse>
				<verse number="32">сирӗн виллӗрсем вара ҫак пушхире выртса юлӗҫ;</verse>
				<verse number="33">эсир асса пурӑннӑ пирки сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте хӗрӗх ҫул хушши вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ, сирӗн ӳтӗрсем пушхирте ӳксе пӗтиччен хаса курӗҫ;</verse>
				<verse number="34">хӑвӑр ҫӗр пӑхса ҫӳренӗ хӗрӗх кун шучӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хӗрӗх ҫул хаса куратӑр, пӗр куншӑн ҫулталӑк хаса куратӑр, вара Эпӗ пӑрахсассӑн мӗн пуласса ӑнласа илетӗр.</verse>
				<verse number="35">Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, калатӑп, каланӑ пек тӑватӑп та Хама хирӗҫ тӑнӑ ҫак пӗтӗм усал халӑха: вӗсем пурте ҫак пушхирте пӗтӗҫ, вилсе выртӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Вара Моисей ҫӗр пӑхма янӑ ҫынсем — каялла таврӑнсассӑн ҫав ҫӗр ҫинчен усал чап сарса пӗтӗм халӑха Моисее хирӗҫ тӑма пӑлхатнӑскерсем,</verse>
				<verse number="37">ҫӗр ҫинчен усал сас-хура сарнӑскерсем — Ҫӳлхуҫа умӗнче сасартӑк вилсе выртнӑ;</verse>
				<verse number="38">ҫӗр пӑхма кайнӑ ҫынсенчен Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев анчах чӗрӗ юлнӑ.</verse>
				<verse number="39">Ҫак сӑмахсене Моисей пӗтӗм Израиль ывӑлӗ умӗнче каласа панӑ, вара халӑх питех те пӑшӑрханса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="40">Ирхине ирех тӑнӑ та ҫапла каласа ту ҫине улӑхса кайнӑ: акӑ эпир Ҫӳлхуҫамӑр каланӑ вырӑна каятпӑр, эпир ҫылӑха кӗнӗ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Моисей каланӑ: эсир мӗншӗн Ҫӳлхуҫамӑр хушнинчен иртетӗр? капла туни усӑллӑ пулас ҫук;</verse>
				<verse number="42">ан кайӑр, сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫа ҫук, сире тӑшманӑрсем ан пӗтерччӗр;</verse>
				<verse number="43">амаликсемпе ханаансем унта сире хӑвӑр умӑртах хӗҫпе касса тӑкӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлтӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе пӗрле пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Анчах вӗсем ту тӑррине улӑхас шухӑша пӑрахман; Турӑ саккунӗн арчипе Моисей вара тапӑртан тухман.</verse>
				<verse number="45">Ҫав ту ҫинче пурӑнакан амаликсемпе ханаансем аннӑ та вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене Хорма патне ҫитиех хӑваласа кайнӑ, [хӑшӗсем тапӑра таврӑннӑ.]</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ сире пурӑнма парас ҫӗре ҫитсессӗн,</verse>
				<verse number="3">ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре пуҫлатӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе вӑкӑрсем, сурӑхсем пусса кӳрекен парне, е тимлӗ пулнипе кӳрекен парне, е хӑвӑр уявӑрсенче паракан парнесем кӳре пуҫлатӑр, —</verse>
				<verse number="4">ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен ҫыннӑн тырӑ-пулӑран [ефан] вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳмелле, ӑна гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштармалла;</verse>
				<verse number="5">[ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе,] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ чухне е пусса паракан парне кӳнӗ чухне кашни путек пуҫне юхтарса пама гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ эрех пар.</verse>
				<verse number="6">Ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, така кӳнӗ чухне тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ пар, ӑна гинӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштар;</verse>
				<verse number="7">парне ҫине юхтарса пама гинӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ эрех илсе пыр.</verse>
				<verse number="8">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе пусса кӳрекен парне, е тата Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни пама ҫамрӑк вӑкӑр кӳретӗн пулсассӑн,</verse>
				<verse number="9">вӑкӑрпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пымалла, ӑна ҫур гин йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса памалла;</verse>
				<verse number="10">ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, парне ҫине юхтарса памашкӑн ҫур гин эрех илсе пыр.</verse>
				<verse number="11">Вӑкӑр, така, сурӑх путекки е качака путекки кӳмессерен ҫапла ту;</verse>
				<verse number="12">хӑвӑр кӳрекен парнесен шучӗ тӑрӑх, кашни парне пуҫне, вӗсен шучӗ тӑрӑх ҫапла тӑвӑр.</verse>
				<verse number="13">Ҫав ҫӗрте пурӑнакан кирек камӑн та ҫакна, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫапла тумалла;</verse>
				<verse number="14">сирӗн хушшӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн та, сирӗн йӑхӑрсем хушшинче пурӑнакан кирек кам та ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе парне парать пулсассӑн, унӑн та эсир тунӑ пекех тумалла;</verse>
				<verse number="15">эсир — [Ҫӳлхуҫа] халӑхӗ, сирӗншӗн те, [сирӗн патӑрта] пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та йӗрке пӗрре, вӑл сирӗн сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре пытӑр: эсир хӑвӑр та, ютран килнӗ ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗр пулатӑр;</verse>
				<verse number="16">сирӗншӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та пӗр саккун, пӗр тивӗҫ пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="18">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ илсе каякан ҫӗре кӗрсессӗн,</verse>
				<verse number="19">ҫав ҫӗрти ҫӑкӑра ҫие пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр;</verse>
				<verse number="20">малтанхи чустӑртан пашалу пӗҫерсе, ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр; вӑл анкартинчен кӳнӗ парне пултӑр.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫана малтанхи чустӑртан парне парассине сыпӑкран сыпӑка туса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="22">Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн,</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн,</verse>
				<verse number="24">ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр;</verse>
				<verse number="25">вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ;</verse>
				<verse number="26">Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.</verse>
				<verse number="27">Пӗлмен пирки кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑх парни пама пӗр ҫулхи качака кӳтӗр;</verse>
				<verse number="28">Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑнӑшпа ҫылӑх тунӑ чуна священник тасатӗ, вӑл вара тасалӗ, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ;</verse>
				<verse number="29">кам та кам йӑнӑшпа мӗн те пулин тусассӑн, ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ Израиль ҫыннишӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та сирӗн пӗр саккун пултӑр.</verse>
				<verse number="30">Ҫак ҫӗрте пурӑнакансенчен е ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам чӑрсӑр аллипе мӗн те пулин тӑвать, ку Ҫӳлхуҫана хурлани пулать: ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтӗ,</verse>
				<verse number="31">мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахне вырӑна хумарӗ, Унӑн ӳкӗтне пӑсрӗ; ҫав чун пӗтӗ, унӑн ҫылӑхӗ хӑй ҫинче пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Израиль ывӑлӗсем пушхирте тӑнӑ чухне шӑматкун вутӑ пуҫтаракан ҫынна тӗл пулнӑ;</verse>
				<verse number="33">[шӑматкун] вутӑ пуҫтаракан ҫынна тӗл пулнисем ӑна Моисейпе Аарон патне, [Израиль ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхӗ патне илсе пынӑ;</verse>
				<verse number="34">ӑна мӗн тумалли паллӑ пулман-ха, ҫавӑнпа ӑна хурал тӑратса хупса лартнӑ.</verse>
				<verse number="35">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ку ҫын вилме тивӗҫлӗ; тапӑр тулашӗнче ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлертӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӗтӗм халӑх ӑна, тапӑр тулашне илсе тухса, чулпа пере-пере ӳкернӗ, вара вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="37">Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="38">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: вӗсем хӑйсен тумтирӗсен арки вӗҫне ҫӳҫе яччӑр, тумтирӗ арки вӗҫӗнчи ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухчӑр; ҫапла тӑвасси сирӗн сыпӑкран сыпӑка пытӑр;</verse>
				<verse number="39">ҫӳҫене ҫип яни акӑ мӗншӗн кирлӗ: эсир, ун ҫине пӑхса, Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур ӳкӗтне аса илсе тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, хӑвӑра аскӑн ӗҫ енне туртакан кӑмӑлӑр, куҫӑр хыҫҫӑн каймӑр,</verse>
				<verse number="40">сирӗн Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме асра тытса пурӑнӑҫласа тӑмалла пултӑр, хӑвӑр Туррӑр умӗнче сӑваплӑ пулмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="41">Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Левий йӑхӗн ҫынни — Кааф ывӑлӗн Ицгарӑн ывӑлӗ Корей — тата Рувим йӑхӗн ҫыннисем — Елиав ывӑлӗсем Дафанпа Авирон, Фалеф ывӑлӗ Авнан —</verse>
				<verse number="2">Моисее хирӗҫ тӑнӑ, Израиль ывӑлӗсенчен икҫӗр аллӑ ҫын — халӑх пуҫлӑхӗсем, пухӑва ҫӳрекен ятлӑ ҫынсем — вӗсем майлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ пухӑнса пынӑ та каланӑ: ҫитӗ ӗнтӗ сире! пӗтӗм халӑх, пурте сӑваплӑ, вӗсем хушшинче Ҫӳлхуҫа! мӗншӗн эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫа халӑхӗнчен мала хуратӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫакна илтсессӗн Моисей ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та</verse>
				<verse number="5">Корейпе ун майлӑ ҫынсене пурне те ҫапла тесе каланӑ: Хӑй патне ҫывӑхартмашкӑн кам Унӑн пулнине, кам сӑваплӑ пулнине Ҫӳлхуҫамӑр ыран кӑтартӗ; Вӑл кама суйласа илӗ, ҫавна Хӑй патне ҫывӑхартӗ;</verse>
				<verse number="6">эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: Корей тата унпа пӗр шухӑшлисем пурте тӗтӗркӗчсем илӗр те</verse>
				<verse number="7">вӗсен ӑшне ыран Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вут-кӑвар хурӑр, тӗтӗрмелли хурӑр; Ҫӳлхуҫамӑр кама суйласа илӗ, ҫавӑ сӑваплӑ пулӗ. Ҫитӗ ӗнтӗ сире, Левий ывӑлӗсем! тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Унтан Моисей Корее каланӑ: Левий ывӑлӗсем, итлӗр-ха!</verse>
				<verse number="9">Израиль Турри сире Израиль халӑхӗ хушшинчен уйӑрса илчӗ, Хӑйӗн кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн, [Ҫӳлхуҫа] халӑхӗ умӗнче уншӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн сире Хӑй патне ҫывӑхартрӗ, сирӗншӗн ҫакӑ сахал-им?</verse>
				<verse number="10">Вӑл сана, санпа пӗрле пӗтӗм тӑванна, Левий ывӑлӗсене, Хӑй патне ҫывӑхартрӗ, эсир тата священник тивӗҫне илесшӗн тӑрӑшатӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла ӗнтӗ эсӗ, санӑн пӗтӗм таврашу Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пуҫтарӑнтӑр. Аарон мӗн турӗ? эсир мӗншӗн ӑна ӳпкелетӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Моисей вара Дафанпа Авирона, Елиав ывӑлӗсене, чӗнтерме янӑ. Анчах лешӗсем: пымастпӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ пире, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗртен илсе тухса, пушхирте вӗлерме илсе килтӗн, ку сахал-им? эсӗ тата пирӗн пуҫ пулса тӑрасшӑн!</verse>
				<verse number="14">эсӗ пире сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре илсе килтӗн-и, пире уй-хир, иҫӗм пахчи патӑн-и? эсӗ ҫак ҫынсен куҫӗсене суккӑр тӑвасшӑн-и? пымастпӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Моисей питех те кӑмӑлсӑрланнӑ, вара Ҫӳлхуҫана каланӑ: вӗсен парни ҫине ҫаврӑнса ан пӑхсам; эпӗ вӗсенчен пӗринчен те ашак ыйтса илмен, вӗсенчен пӗрне те усал туман, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Унтан Моисей Корее каланӑ: эсӗ хӑв та, санӑн пӗтӗм ушкӑну та ыран Ҫӳлхуҫа умӗнче пулӑр, эсӗ, вӗсем тата Аарон пултӑр;</verse>
				<verse number="17">кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илтӗр, унта тӗтӗрмелли хутӑр, вара кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, икҫӗр аллӑ тӗтӗркӗч пулӗ; эсӗ те, Аарон та кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илсе пырӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вара кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илнӗ те унта вут-кӑвар хунӑ, тӗтӗрмелли янӑ, кайран пуху чатӑрӗ умне тӑнӑ; Моисейпе Аарон та ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="19">Корей вӗсене хирӗҫ пуху чатӑрӗ умне пӗтӗм халӑха пухса тӑратнӑ. Ҫавӑн чухне пӗтӗм халӑха Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="21">эсир ку халӑхран уйӑрӑлӑр, Эпӗ вӗсене самантрах пӗтерсе пӑрахӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: эй Турӑ, кашни ӳтри чӗм Турри! пӗр ҫын ҫылӑха кӗнӗ те, Эсӗ вара пӗтӗм халӑха ҫилленетӗн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="24">халӑха кала: Корей, Дафан, Авирон килӗ-ҫуртӗнчен пур енчен те сирӗлӗр, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Моисей тӑнӑ та Дафанпа Авирон патне кайнӑ, ун хыҫҫӑн Израилӗн аслӑ ҫыннисем пынӑ.</verse>
				<verse number="26">Моисей халӑха каланӑ: ҫак йӗркесӗр ҫынсен чатӑрӗсенчен пӑрӑнӑр, вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн вӗсемпе [пӗрле] пӗтес мар тесессӗн, вӗсен пӗр япалине те ан тӗкӗнӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсем вара Корей, Дафан, Авирон килӗ-ҫуртӗнчен пур енчен те аяккарах кайса тӑнӑ; Дафанпа Авирон хӑйсен арӑмӗсемпе, ывӑлӗсемпе, пӗчӗк ачи-пӑчипе пӗрле тухнӑ та хӑйсен чатӑрӗсен алӑкӗ умне тӑнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вара Моисей каланӑ: [ҫакна эпӗ] хамӑн ирӗкӗмпе туманнине, ҫак пӗтӗм ӗҫе тума мана Ҫӳлхуҫа янине эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлетӗр:</verse>
				<verse number="29">вӗсем ытти ҫынсем пекех вилес пулсассӑн, вӗсене тивес хаса ытти ҫынсене тивекен хаса пекех пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа яман;</verse>
				<verse number="30">эхер те Ҫӳлхуҫа нихӑҫан пулманнине кӑтартсассӑн, ҫӗр ҫурӑлса кайса вӗсене [килӗ-ҫурчӗпе, чатӑрӗсемпе пӗрле], вӗсен мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫӗр ҫӑтас пулсассӑн, вӗсем чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса каяс пулсассӑн — пӗлӗр вара: ҫак ҫынсем Ҫӳлхуҫана сума суман ҫынсем пулнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫапла каланӑ ҫеҫ вӑл, лешӗсен ури айӗнчи ҫӗр кисренсе пута пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="32">унтан ҫӗр ҫурӑлса кайса ҫав ҫынсене, вӗсен кил-ҫуртне тата Корейӗн пӗтӗм килне-йышне мулӗ-мӗнӗпе пӗтӗмпе ҫӑтса янӑ;</verse>
				<verse number="33">вӗсем пӗтӗм пурлӑхӗпе пӗрле чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса кайнӑ, ҫиелтен вӗсене ҫӗр хупланӑ, вара вӗсем халӑх хушшинчен ҫухалнӑ.</verse>
				<verse number="34">Вӗсем кӑшкӑрнине-йӗнине илтсессӗн, йӗри-тавра тӑракан Израиль ҫыннисем, пире те ҫӗр ҫӑтса ан ятӑрччӗ тесе, пурте айккинелле пӑрахса тарнӑ.</verse>
				<verse number="35">Унтан Ҫӳлхуҫаран вут тухнӑ та тӗтӗрмелли илсе пынӑ леш икҫӗр аллӑ ҫынна ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="37">Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — кала: вӑл ҫунса кайнисен [пӑхӑр] тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илтӗр те унти вут-кӑвара кӑларса ывӑттӑр,</verse>
				<verse number="38">мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсен тӗтӗркӗчӗсем вӗсен вилӗмӗпе тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ, халӗ ҫав тӗтӗркӗчсене парне вырӑнне витме ҫапса сарччӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умне илсе килнӗччӗ, вӗсем тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ; вӗсем Израиль ывӑлӗсене астутаракан паллӑ пулӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Елеазар священник вара ҫунтарса янӑ ҫынсен пӑхӑр тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илнӗ, кайран вӗсене парне вырӑнне витме ҫапса сарнӑ,</verse>
				<verse number="40">ҫакна Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑма тунӑ, урӑх ҫын — Аарон йӑхӗнчен тухман ҫын — никам та Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗрме ан шутлатӑр, ҫав ҫыннӑн Корей курнине, унпа пӗр канашлӑ ҫынсем курнине курмалла ан пултӑр тесе, Елеазар священник хӑйне Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каланӑ пек тунӑ.</verse>
				<verse number="41">Тепӗр кунне Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкеленӗ: эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне вӗлерттертӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Хӑйсене хирӗҫ халӑх пухӑнсассӑн, Моисейпе Аарон пуху чатӑрӗ енне ҫаврӑнса тӑнӑ, акӑ пуху чатӑрне пӗлӗт хупӑрласа илнӗ те Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.</verse>
				<verse number="43">Моисейпе Аарон пуху чатӑрӗ патне пынӑ.</verse>
				<verse number="44">Ҫӳлхуҫа Моисее [тата Аарона] ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="45">ку халӑхран пӑрӑнӑр, Эпӗ вӗсене самантра пӗтерсе пӑрахатӑп, тенӗ. Анчах вӗсем ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="46">Моисей Аарона каланӑ: тӗтӗркӗчне ил те унта парне вырӑнӗ ҫинчен вут-кӑвар илсе хур, тӗтӗрмелли яр, вара хӑвӑртрах халӑх патне илсе кай, ун хутне кӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитрӗ [те], халӑх вилме пуҫларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="47">Аарон Моисей каланӑ япалине илнӗ те халӑх хушшине чупса кайнӑ, акӑ ӗнтӗ халӑх пӗте пуҫланӑ. Аарон тӗтӗркӗчне тӗтӗрмелли хунӑ та халӑха хӳтӗлеме тӑнӑ;</verse>
				<verse number="48">вӑл вилнисемпе чӗррисем хушшине тӑнӑ, вара халӑх пӗтесси чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="49">Корей ӗҫне пула вилнисене шута илмесессӗн, ҫавӑн чухне вунтӑватӑ пин те ҫичҫӗр ҫын вилнӗ.</verse>
				<verse number="50">Халӑх пӗтесси чарӑнсассӑн, Аарон Моисей патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене кала та вӗсенӗн кашни йӑхӗнчен, йӑх тӑрӑх кашни пуҫлӑхран, пӗрер туя ил, пурӗ вуникӗ туя пулӗ, кашнийӗн ятне хӑйӗн туйи ҫине ҫырса хур;</verse>
				<verse number="3">Аарон ятне Левий туйи ҫине ҫыр, мӗншӗн тесессӗн [вӗсенӗн] кашни йӑх пуҫлӑхӗнчен пӗрер туя [памалла];</verse>
				<verse number="4">ҫав туясене эсӗ пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ хӑвӑра курӑнакан вырӑна, хур;</verse>
				<verse number="5">Эпӗ кама суйласа илӗп, ҫавӑн туйи чечеке ларӗ; Израиль ывӑлӗсем сире ӳпкелесе калакан ӳпкеве Эпӗ ҫапла пусарӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Моисей ҫакна Израиль ывӑлӗсене пӗлтернӗ те, вӗсен пуҫлӑхӗсем пурте, кашни пуҫлӑх, ӑна пӗрер туя панӑ, йӑх тӑрӑх вуникӗ туя пухӑннӑ, вӗсем хушшинче Аарон туйи те пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Туйисене Моисей Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа умне хунӑ.</verse>
				<verse number="8">Тепӗр кунне Моисей [тата Аарон] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ те — акӑ Левий йӑхӗнчен тухнӑ Аарон туйи ешерсе ларать: ҫулҫӑ сарнӑ, ҫеҫке ҫурнӑ, миндаль ҫимӗҫӗ ӳстернӗ.</verse>
				<verse number="9">Моисей пур туйине те Ҫӳлхуҫа умӗнчен Израиль ывӑлӗсем патне илсе тухнӑ. Вӗсем ҫакна курнӑ та кашнийӗ хӑйӗн туйине каялла илнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарон туйине каялла Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне хур, вӑл ҫавӑнта упрантӑр, вӑл пӑхӑнманнисене астутарса тӑракан паллӑ пултӑр, вӗсен Мана ӳпкелесси пӗттӗр, вӗсен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Моисей ҫапла тунӑ: хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек тунӑ та.</verse>
				<verse number="12">Израиль ывӑлӗсем Моисее каланӑ: акӑ эпир вилетпӗр, пӗтетпӗр, пурте вилсе пӗтетпӗр!</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне пыракан кирек кам та вилет, эпир пурте вилсе пӗтмӗпӗр-ши? тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: сӑваплӑ вырӑнта тирпей пулмасассӑн, сана та, санӑн ывӑлусене те, санӑн аҫу килне те ҫылӑх пулӗ; хӑвӑрӑн священник ӗҫне тимлӗ туса тӑмасассӑн, сана та, санӑн ывӑлусене те ҫылӑх тивӗ.</verse>
				<verse number="2">Левий йӑхӗнчен, аҫу ӑрӑвӗнчен, тухнӑ тӑванусене те ху патна ил: вӗсем сан таврашӑнта пулччӑр, сана пулӑшса тӑччӑр, эсӗ вара хӑвӑн ывӑлусемпе пӗрле Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫле;</verse>
				<verse number="3">вӗсем сана кӗлӗ йӗрки тума пулӑшчӑр, кӗлӗ чатӑрӗнчи пӗтӗм ӗҫе туса тӑччӑр; анчах сӑваплӑ вырӑнӑн япалисене, парне вырӑнне ан тӗкӗнччӗр, вӗсен те, сирӗн те вилмелле ан пултӑр.</verse>
				<verse number="4">Левитсем сан таврашӑнта пулччӑр, пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр, кӗлӗ чатӑрӗнчи пур ӗҫе те ӗҫлеччӗр; урӑх ҫын сирӗн ҫывӑха ан пытӑр.</verse>
				<verse number="5">Ӳлӗм Израиль ывӑлӗсене Турӑ ҫилли ан ҫиттӗр тесе, сӑваплӑ вырӑнта тата парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ йӗркисене ҫапла туса тӑрӑр,</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн тӑванӑрсене, левитсене, Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса илсе, Ҫӳлхуҫана халалласа, вӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр тесе сире патӑм;</verse>
				<verse number="7">парне вырӑнӗ умӗнче тата шалта чаршав хыҫӗнче священник тумалли пӗтӗм ӗҫе эсир — эсӗ те, санӑн ывӑлусем те — тимлӗ, тирпейлӗ туса тӑрӑр; Эпӗ сире священник пулма халаллатӑп, урӑх ҫынна вара ҫакӑнта ҫывӑхарсассӑн вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: Эпӗ сана Мана парне кӳнине сӑнаса тӑма хушатӑп; Израиль ывӑлӗсем кӳрекен пур парнерен те Эпӗ сана, санӑн ывӑлусене священник ӗҫӗшӗн ӗмӗрлӗхе пай панӑ;</verse>
				<verse number="9">ҫунтармасӑр хӑваракан аслӑ сӑваплӑ парнесенчен сана акӑ ҫакӑ пултӑр: Мана кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, ҫылӑхшӑн кӳрекен кирек хӑш парне те, кирек хӑш ӳкӗнӗҫ парни те; сана, санӑн ывӑлусене аслӑ сӑваплӑ парне ку.</verse>
				<verse number="10">Ӑна чи сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр; ӑна пур арҫын та ҫиме пултарать, [эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлусем те]; саншӑн ку сӑваплӑ парне пултӑр.</verse>
				<verse number="11">Вӗсен Турӑ умӗнче ҫӗклентерсе кӳнӗ парнисенчен сана ҫакӑ пултӑр: Израиль ывӑлӗсем ҫӗклентерсе кӳнӗ пӗтӗм парнене Эпӗ сана, санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсене ӗмӗрлӗхе панӑ; ӑна санӑн килӳнти кашни таса ҫын ҫиме пултарать.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫана кӳрекен чи лайӑх йывӑҫ ҫӑвне, чи лайӑх иҫӗм ҫырлипе чи лайӑх тырра, ҫак ҫимӗҫсенчен чи малтан ӗлкӗрнисене, Эпӗ сана патӑм;</verse>
				<verse number="13">вӗсем Ҫӳлхуҫана парнелекен малтанхи мӗнпур ҫӗр ҫимӗҫӗ сана пултӑр; ӑна сан килӳнти кашни таса ҫын ҫиме пултарать.</verse>
				<verse number="14">Израиль ҫӗрӗнче мӗн тупалани пурте сана пултӑр.</verse>
				<verse number="15">Вар уҫса ҫуралнисем, Ҫӳлхуҫана панисем — этем-и, выльӑх-и вӑл — пурте санӑн пулччӑр; анчах малтан ҫуралнӑ арҫын ачана каялла тӳлесе илмелле, малтан ҫуралнӑ таса мар выльӑха та каялла тӳлесе илмелле;</verse>
				<verse number="16">вӗсемшӗн ҫапла тӳлемелле: ху хак панӑ тӑрӑх, пӗр уйӑхринчен пуҫласа кашни ачашӑн пилӗк сикль кӗмӗл ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пулмалла;</verse>
				<verse number="17">анчах малтан ҫуралнӑ вӑкӑршӑн та, малтан ҫуралнӑ сурӑхпа малтан ҫуралнӑ качакашӑн та укҫа ан ил: вӗсем — сӑваплӑ; парне кӳрекен вырӑна вӗсен юнӗпе сирпӗт, ӑш ҫӑвне вут ҫинче ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр;</verse>
				<verse number="18">вӗсен ашӗ вара сана пултӑр, силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрӗ те, сылтӑм хулӗ те сана пултӑр.</verse>
				<verse number="19">Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклентерсе кӳрекен пӗтӗм сӑваплӑ парнене, ӗмӗрхи йӗрке тӑрӑх, сана тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсене паратӑп; ку — сана тата санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрлӗхе панӑ тӑварӑн халалӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: вӗсен ҫӗрӗнче санӑн еткер ҫӗр пулмасть, вӗсен хушшинче сана пай та пулмасть; Израиль ывӑлӗсем хушшинчи санӑн паю, санӑн еткерлӗхӳ — Эпӗ.</verse>
				<verse number="21">Левий ывӑлӗсене Эпӗ акӑ пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑнӑшӑн, унта кӗлӗ йӗркисене туса тӑнӑшӑн Израилӗн пӗтӗм пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне патӑм;</verse>
				<verse number="22">Израиль ывӑлӗсем вара, ҫылӑха кӗрсе вилес темесессӗн, малашне пуху чатӑрӗ патне ан ҫывӑхарччӑр:</verse>
				<verse number="23">вӗсенӗн ҫылӑхӗсене хӑйсем ҫине илсе, пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене левитсем туса тӑччӑр. Ку йӗркене сирӗн ӑрӑвӑрсене ӗмӗрлӗхе панӑ; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем еткер ҫӗр илмӗҫ;</verse>
				<verse number="24">Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклентерсе кӳрекен парнесене, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне, Эпӗ левитсене паратӑп, ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ вӗсене: Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем еткер ҫӗр илмӗҫ, терӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="26">левитсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ сире Израиль ывӑлӗсен ҫӗклентерсе кӳрекен парнийӗнчен вуннӑмӗш пайне еткерлӗхе паратӑп, ӑна илсессӗн, вӗсем Ҫӳлхуҫана ҫавӑнтан парне кӳччӗр, вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне паччӑр,</verse>
				<verse number="27">ку эсир йӗтем ҫинчен тырӑ кӳнӗ пек, юхтаркӑчран парне кӳнӗ пек шутланӗ;</verse>
				<verse number="28">ҫапла вара эсир те Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр: Израиль ывӑлӗсенчен илсе тӑракан парнерен, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайӗнчен, кӳрсе тӑрӑр, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене Аарон священника парӑр;</verse>
				<verse number="29">сире паракан пӗтӗм таса парнерен чи лайӑххине Ҫӳлхуҫана Унӑн умӗнче ҫӗклентерсе парнелӗр.</verse>
				<verse number="30">Кала вӗсене: парнесенчен чи лайӑххине парсассӑн, ҫакӑ левитсем йӗтем ҫинчен панӑ парне пек, юхтаркӑчран панӑ парне пек шутланӗ;</verse>
				<verse number="31">ҫакна эсир — эсир те, [сирӗн ывӑлӑрсем те,] сирӗн килӗр-йышӑр та — кирек ӑҫта та ҫиме пултаратӑр, мӗншӗн тесессӗн ку сире пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑнӑшӑн тӳлени шутланать;</verse>
				<verse number="32">парнесенчен чи лайӑххине Турра парсассӑн, сире ҫылӑх тивмӗ; Израиль ывӑлӗсем халалланӑ парнене ан ирсӗрлетӗр, вара вилместӗр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа панӑ саккун йӗрки ҫакӑн пек, тенӗ: Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем сан патна айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр [тата] хӑмӑт тивмен хӗрлӗ пушмак пӑру илсе пыччӑр;</verse>
				<verse number="3">ӑна Елеазар священника парӑр, вӑл ӑна тапӑр тулашне [таса вырӑна] илсе тухтӑр, пӑрӑва ун умӗнче пусчӑр;</verse>
				<verse number="4">Елеазар священник унӑн юнӗпе пӳрнине йӗпеттӗр те пуху чатӑрӗн мал енне ҫичӗ хутчен юн сирпӗттӗр,</verse>
				<verse number="5">пӑрӑва унӑн куҫӗ умӗнче ҫунтарччӑр: унӑн тирне, ашне, юнне унӑн тасамарлӑхӗпе пӗрле ҫунтарса яччӑр;</verse>
				<verse number="6">священник кедр йывӑҫӗ, иссоп тата йӑм хӗрлӗ ҫӑм ҫиппи илтӗр те ҫакна ҫунакан пӑру ҫине пӑрахтӑр;</verse>
				<verse number="7">кайран священник хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вара тапӑра таврӑнтӑр, священник каҫ пуличчен таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="8">Пушмак пӑрӑва ҫунтараканни те хӑйӗн тумтирне шывпа ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="9">кам та пулин, тасаскер, пӑру кӗлне пуҫтарса илтӗр те ӑна тапӑр тулашне таса ҫӗре хутӑр, ҫав кӗл Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ валли упрантӑр, вӑл тасатакан шыв тума кирлӗ: ку — ҫылӑх парни;</verse>
				<verse number="10">пӑру кӗлне пуҫтарнӑ ҫын та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ. Ҫак йӗрке Израиль ывӑлӗсемшӗн тата ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакан ҫынсемшӗн ӗмӗрлӗхе пултӑр.</verse>
				<verse number="11">Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ;</verse>
				<verse number="12">виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать;</verse>
				<verse number="13">кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.</verse>
				<verse number="14">Саккун ҫакӑн пек: чатӑрта ҫын вилес пулсассӑн, кайран чатӑра кам та пулин кӗрес пулсассӑн, ҫавӑ та, чатӑрти пур япала та ҫичӗ кун хушши таса мар пулать;</verse>
				<verse number="15">ҫиелтен витсе ҫыхман, хупламан кирек мӗнле уҫӑ савӑт та таса мар.</verse>
				<verse number="16">Кам та кам вӑрҫӑ хирӗнче хӗҫрен вилнӗ ҫынна е ахаль вилнӗ ҫынна, е этем шӑммине, е тупӑка сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулать.</verse>
				<verse number="17">Таса мар ҫынна тасатмашкӑн ҫылӑхшӑн ҫунтарнӑ парне кӗлне савӑта хуччӑр та унта чӗрӗ шыв яччӑр;</verse>
				<verse number="18">кам та пулин, тасаскер, иссоп илтӗр те ӑна ҫав шывпа йӗпеттӗр, кайран чатӑра, унти пӗтӗм ҫынна, савӑт-сапана сирпӗтсе тухтӑр, [этем] шӑммине е вӗлернӗ ҫынна, е ахаль вилене, е тупӑка сӗртӗннӗ ҫынна та сирпӗттӗр;</verse>
				<verse number="19">таса этем таса маррине виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне пӗрӗхтӗр, вара ӑна ҫиччӗмӗш кунӗнче тасатса ҫитерӗ; кайран вӑл хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, [ӳтне те] шывпа ҫутӑр, вара каҫ тӗлне таса пулӗ.</verse>
				<verse number="20">Кам та кам таса мар пулсассӑн, вӑл хӑйне тасатмасть пулсассӑн, ҫав ҫынна халӑх хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлентернӗ; ӑна тасатакан шывпа сирпӗтмен, вӑл таса мар.</verse>
				<verse number="21">Ҫак йӑла-йӗрке вӗсене ӗмӗрлӗхе пултӑр. Тасатакан шывпа сирпӗтекенни те хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр; тасатакан шыва тӗкӗннӗ ҫын та каҫчен таса мар пулӗ.</verse>
				<verse number="22">Таса мар этем мӗне тӗкӗнет, ҫавӑ пурте таса мар пулать; ӑна тӗкӗннӗ ҫын та каҫчен таса мар пулать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Пӗрремӗш уйӑхра Израиль ывӑлӗсем, пӗтӗм халӑх, Син пушхирне ҫитнӗ, халӑх Кадес хулинче чарӑнса тӑнӑ, ҫавӑнта Мариам вилнӗ, ӑна унтах пытарнӑ.</verse>
				<verse number="2">Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ;</verse>
				<verse number="3">халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ!</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и?</verse>
				<verse number="5">мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Моисейпе Аарон халӑхран уйӑрӑлнӑ та, пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне пырса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, вара вӗсене Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="8">туюна тыт та халӑха пух, эсӗ тата Аарон пиччӳ вӗсенӗн куҫӗ умӗнче чул хысакне калӑр, вара чулран шыв тапса тухӗ: ҫапла чулран шыв кӑларса халӑха та, выльӑх-чӗрлӗхе те ӗҫтерӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей Ҫӳлхуҫа умӗнче туйине тытнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вара Моисейпе Аарон пӗтӗм халӑха чул хысакӗ патне пухнӑ та, Моисей ҫапла каланӑ: итлӗр, пӑлхавҫӑсем, тен, пирӗн сире валли ҫак чулран шыв кӑларас?</verse>
				<verse number="11">Моисей аллине ҫӗкленӗ те туйипе икӗ хутчен чула ҫапнӑ, вара тулӑх шыв юхса тухнӑ, ӑна халӑх та, выльӑх-чӗрлӗх те ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона каланӑ: эсир Мана ӗненмерӗр, Манӑн сӑваплӑхӑма Израиль ывӑлӗсем умӗнче кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн эсир ку халӑха Эпӗ ӑна паракан ҫӗршыва илсе кӗреймӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ку Мерива шывӗ патӗнче пулса иртнӗ, ҫавӑнта Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫапа хирӗҫнӗ, Вӑл вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑхне кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="14">Моисей хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Кадесран, Эдом патши патне элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла [пӗлтерме] хушнӑ: санӑн Израиль тӑвану ҫапла калать: эпир тӳснӗ мӗнпур хӗн-терте эсӗ пӗлетӗн;</verse>
				<verse number="15">пирӗн асаттесем Египета куҫса кайнӑччӗ, эпир Египетра нумайччен пурӑнтӑмӑр, Египет ҫыннисем пире, пирӗн аттесене нумай асап кӑтартрӗҫ;</verse>
				<verse number="16">вара эпир Ҫӳлхуҫана тархасларӑмӑр, Вӑл пирӗн сассӑмӑра илтрӗ, пирӗн патӑмӑра Ангел ячӗ, пире Египетран илсе тухрӗ; эпир халӗ Кадесра, санӑн ҫӗрӳ чиккинчех ларакан хулара, тӑратпӑр;</verse>
				<verse number="17">пире хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ: эпир уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр; патша ҫулӗпе кайӑпӑр, санӑн ҫӗршывунтан тухиччен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр.</verse>
				<verse number="18">Анчах Эдом ӑна: манӑн ҫӗрӗм урлӑ ан кай, апла тумасассӑн эпӗ сана хирӗҫ хӗҫпе тухӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Израиль ывӑлӗсем ӑна каланӑ: эпир аслӑ ҫулпа кайӑпӑр, эпӗ тата манӑн выльӑх-чӗрлӗх санӑн шывна ӗҫес пулсассӑн, шывшӑн тӳлӗп; эпӗ утса ҫеҫ тухӑп, уншӑн нимӗн те пулас ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Анчах Эдом: [манӑн ҫӗрӗм урлӑ] ан кай, тенӗ. Вара ӑна хирӗҫ Эдом йышлӑ та хӑватлӑ ҫарпа тухнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫапла вара Эдом Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен, ҫавӑнпа Израиль айккинелле пӑрӑнса кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Израиль ывӑлӗсем Кадес хулинчен тапранса кайнӑ, пӗтӗм халӑх Ор тӑвӗ патне ҫитсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="23">Эдом ҫӗрӗн чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="24">Аарон ӗнтӗ хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлештӗр; Мерива шывӗ патӗнче эсир Эпӗ хушнине итлемерӗр, ҫавӑншӑн вӑл Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре кӗреймӗ;</verse>
				<verse number="25">Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата Елеазара, унӑн ывӑлне, илсе, вӗсене [пӗтӗм халӑх умӗнче] Ор тӑвӗ ҫине ертсе кай;</verse>
				<verse number="26">Аарон ҫинчен унӑн тумне хывса ил те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтарт, Аарон вара канӑҫтӑр, ҫавӑнта вилтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Моисей вара Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче Ор тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ,</verse>
				<verse number="28">Моисей Аарон ҫийӗнчен унӑн тумне хывса илнӗ те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтартнӑ; Аарон ҫавӑнта ту тӑрринче вилнӗ. Моисейпе Елеазар вара ту ҫинчен аннӑ.</verse>
				<verse number="29">Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх Аарон вилнине ӑнланса илнӗ, вӑл вилнӗшӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ вӑтӑр кун хурланса йӗнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Кӑнтӑр енче пурӑнакан Ханаан патши Арада, Израиль халӑхӗ Афарим енчен килнине илтсессӗн, израильсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, вӗсен темиҫе ҫыннине тыткӑна илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Израиль вара, Ҫӳлхуҫана сӑмах парса, ҫапла каланӑ: ҫак халӑха манӑн аллӑма ӳкерсессӗн, эпӗ [ӑна тата] вӗсен хулисене пӗтермелле тупалӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Израиль сассине илтнӗ те ханаансене унӑн аллине ӳкернӗ, Израиль вара вӗсене, вӗсен хулисене пӗтермелле тупаланӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Хорма ят панӑ.</verse>
				<verse number="4">Эдом ҫӗрӗнчен пӑрӑнас шутпа вӗсем Ор тӑвӗ патӗнчен Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ. Ҫул ҫинче халӑх ӳпкелешме пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="5">халӑх Турра хирӗҫ, Моисее хирӗҫ калаҫнӑ: мӗншӗн эсир пире Египетран илсе тухрӑр, [пирӗн] пушхирте вилмелли ҫеҫ юлчӗ, кунта ҫӑкӑр та, шыв та ҫук, ку юрӑхсӑр апат пире йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа вара халӑх ҫине наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем янӑ, вӗсем халӑха сӑхнӑ, ҫавӑн чухне Израиль [ывӑлӗсем] нумайӑшӗ вилнӗ.</verse>
				<verse number="7">Халӑх Моисей патне пынӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тата сана хирӗҫ калаҫса, эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр; Ҫӳлхуҫамӑра кӗлтусамччӗ, Вӑл пире ҫӗленрен хӑтаринччӗ, тенӗ. Моисей вара халӑха хӗрхенме тархасласа [Ҫӳлхуҫана] кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [пӑхӑр] ҫӗлен ту та ӑна элем шӑччи ҫине ҫак, [кама та пулин ҫӗлен сӑхас пулсассӑн,] ҫав ҫын пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхӗ те чӗрӗ юлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Моисей вара пӑхӑр ҫӗлен тунӑ та ӑна элем ҫине ҫакнӑ, ҫӗлен сӑхнӑ ҫын, пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхсассӑн, чӗрӗ юлнӑ.</verse>
				<verse number="10">Израиль халӑхӗ малалла кайнӑ, Овоф текен вырӑнта чарӑнса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="11">Овофран тухса кайсассӑн, Ийе-Аварим текен вырӑнта, Моав тӗлӗнче хӗвелтухӑҫ енче выртакан пушхирте чарӑнса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="12">унтан кайсассӑн, Заред айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="13">унтан тапранса тухсассӑн, пушхирте, Моав чикки шутланакан, Моав ҫӗрӗпе аморрей ҫӗрӗ хушшинче юхса выртакан Арнон шывӗ хӗрринче, аморрей ҫӗрӗн тулашӗнче юхакан тӗлте, чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапӑҫӑвӗсен кӗнекинче каланӑ та ӗнтӗ:</verse>
				<verse number="15">Суф ҫӗрӗнчи Вагеб тата Арнон юпписем, ҫак юхӑмсен тури енӗ, Шебет-Ар патне ҫитсе, Моав чиккипе пырать, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ку тӗлтен вӗсем Беэр текен вырӑна [ҫул тытнӑ]; ҫав пусӑ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее: халӑха пух, Эпӗ вӗсене шыв парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне Израиль ҫакӑ юрра юрласа янӑ: эй, шывпала тулсамччӗ, пусӑ, юрлӑр, мухтӑр ӑна;</verse>
				<verse number="18">пуҫлӑхсем алтнӑччӗ ӑна, халӗ халӑх ҫулпуҫӗсем, саккун паракан хӑйсен туйисемпе чавса кӑларчӗҫ. Пушхиртен Матанна текен вырӑна [ҫул тытнӑ],</verse>
				<verse number="19">Матаннӑран Нагалиил текен вырӑна, Нагалиилран Вамоф текен вырӑна,</verse>
				<verse number="20">Вамофран Моав ҫӗрӗнчи пушхир еннелле пӑхакан Фасги тӑвӗ тӑрринчи Гай текен вырӑна ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="21">Израиль вара аморрейсен патши Сигон патне элчӗсем янӑ, [килӗшӳ сӗнсе,] ӑна ҫапла калама хушнӑ:</verse>
				<verse number="22">мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ; [эпир ҫулпа кайӑпӑр,] уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр, санӑн ҫӗрӳнтен тухиччен патша ҫулӗпе пырӑпӑр.</verse>
				<verse number="23">Анчах та Сигон Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен; вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Израиле хирӗҫ пушхире вӑрҫӑпа тухнӑ, Иааца патне ҫитсе, Израильпе ҫапӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="24">Израиль ӑна хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ, унӑн Арнонпа Иавок хушшинчи ҫӗрне Аммон чикки патне ҫитичченех ярса илнӗ, Аммон чикки вара ҫирӗп тӑнӑ;</verse>
				<verse number="25">Израиль унти мӗнпур хулана туртса илнӗ, Израиль вара аморрейсен пӗтӗм хулинче, Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм хулара пурӑнма пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="26">Есевон вӑл Сигонӑн, аморрейсен патшийӗн, хули пулнӑ, ҫак патша, унчченхи Моав патшипе ҫапӑҫса, унӑн пӗтӗм ҫӗрне Арнон таранчченех ярса илнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Юптаракансем ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Есевона кайӑр, Сигон хулине юсӑр, тӗреклӗлетӗр.</verse>
				<verse number="28">Мӗншӗн тесен Есевонран вут тухнӑ, Сигон хулинчен ҫулӑм тухнӑ, Ар-Моава тата Арнон сӑрчӗсене тытса тӑракансене ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="29">Хуйхӑ ҫитрӗ сана, Моав! Хамос халӑхӗ, пӗтрӗн эсӗ! Ывӑлусем тарса саланчӗҫ, хӗрӳсем аморрейсен патши Сигон аллине тыткӑна лекрӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Вӗсене пирӗн ухӑсем тӗп турӗҫ; Есевон Дивон таранчченех пӗтрӗ, эпир вӗсене Медева ҫывӑхӗнчи Нофа патне ҫитичченех аркатса тӑкрӑмӑр.</verse>
				<verse number="31">Израиль халӑхӗ вара аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="32">Каярахпа Моисей Иазер таврашне пӑхса килме янӑ, вӗсем [ҫав хулана тата] ӑна пӑхӑнса тӑракан ялсене ярса илнӗ, унта пурӑнакан аморрейсене хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="33">Унтан Васан енне пӑрӑнса кайнӑ. Ог, Васан патши, хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле вӗсене хирӗҫ Едреи хули патне вӑрҫӑпа тухнӑ.</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: унран ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна, унӑн пӗтӗм халӑхне, пӗтӗм ҫӗрне санӑн аллуна парӑп, вара эсӗ Есевонра пурӑнакан аморрейсен патшине Сигона мӗн турӑн, кӑна та ҫавӑн пекех тӑвӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Вара вӗсем ҫав патшапа унӑн ывӑлӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне пӗр [чӗрӗ] ҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ, кайран унӑн ҫӗрне ярса илнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Израиль ывӑлӗсем малалла кайнӑ, Моав тӳремлӗхӗнче, Иордан хӗрринче, Иерихон тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Валак — Сепфор ывӑлӗ — Израиль аморрейсене мӗн тунине пӗтӗмпе курнӑ;</verse>
				<verse number="3">моавсем Израиль халӑхӗнчен питӗ хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн ку халӑх йышлӑ пулнӑ; моавсем Израиль ывӑлӗсенчен сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара моавсем Мадиан пуҫлӑхӗсене ҫапла каланӑ: вӑкӑр хир курӑкне ҫисе пӗтернӗ евӗр, ку халӑх пирӗн таврарине пӗтӗмпе пӗтерет, тенӗ. Ун чухне Валак — Сепфор ывӑлӗ — моавсен патши пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл Евфрат шывӗ хӗрринчи Пефор текен вырӑна, хӑй халӑхӗн ывӑлӗсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Валаам патне, Веор ывӑлӗ патне, элчӗсем янӑ, ӑна чӗнме тата ҫапла калама хушнӑ: акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, халӗ вӑл манпа кӳршӗллӗ пурӑнать;</verse>
				<verse number="6">кунта килсе ҫак халӑха ылхансам, мӗншӗн тесессӗн вӑл манран вӑйлӑрах: тен, ун чухне эпӗ ӑна пӗтерме, кунтан хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп; эсӗ пилленӗ ҫын пиллӗхлӗ пулать, эсӗ ылханнӑ ҫынна ылхан ҫитет — эпӗ ҫакна пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="7">Моав пуҫлӑхӗсемпе Мадиан пуҫлӑхӗсем вара, тухатнӑшӑн памалли парнесем илсе, Валаам патне ҫитнӗ те ӑна Валак сӑмахӗсене каласа панӑ.</verse>
				<verse number="8">Валаам вӗсене: кунта ҫӗр каҫӑр, ирхине эпӗ сире Ҫӳлхуҫа хама мӗн каланине пӗлтерӗп, тенӗ. Моав пуҫлӑхӗсем вара Валаам патне юлнӑ.</verse>
				<verse number="9">Валаама Турӑ курӑннӑ та ҫапла ыйтнӑ: сан патна мӗнле ҫынсем килнӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Валаам Турра каланӑ: ман патӑма [вӗсене] Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — ҫапла [калама] янӑ:</verse>
				<verse number="11">акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, [халӗ манпа кӳршӗллӗ пурӑнать]; кунта килсе ҫавна ылхансам; тен, ун чухне эпӗ унпа ҫапӑҫма, ӑна [ҫак ҫӗр ҫинчен] хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп тесе каласа янӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Турӑ Валаама каланӑ: вӗсемпе ан ҫӳре, вӑл халӑха ан ылхан, мӗншӗн тесессӗн вӑл пиллӗхлӗ халӑх, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Валаам ир-ирех тӑнӑ та Валак пуҫлӑхӗсене ҫапла каланӑ: хӑвӑр ҫӗршывӑрах ҫул тытӑр, Ҫӳлхуҫа мана сирӗнпе ярасшӑн мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Моав пуҫлӑхӗсем вара каялла Валак патне таврӑннӑ, [ӑна:] Валаам пирӗнпе килме килӗшмерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Валак татах пуҫлӑхсем янӑ, кусем лешсенчен йышлӑрах та чаплӑрах пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем Валаам патне ҫитнӗ те ӑна каланӑ: Валак, Сепфор ывӑлӗ, акӑ мӗн калама хушрӗ: ман патӑма килсемехчӗ;</verse>
				<verse number="17">эпӗ сана пысӑк чыспа кӗтсе илӗп, эсӗ мана мӗн каланине [саншӑн] пӗтӗмпех тӑвӑп; килсемччӗ, ылхансамччӗ ҫак халӑха, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Валаам Валак чурисене ҫапла хуравласа каланӑ: Валак мана хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑм, хамӑн Туррӑм, сӑмахӗнчен иртейместӗп, [хам тӗллӗн] пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тӑваймастӑп;</verse>
				<verse number="19">ҫапах эсир те кунтах ҫӗр каҫма юлӑр, эпӗ Ҫӳлхуҫа хама тата мӗн калассине пӗлӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӗрле Валаама Турӑ курӑннӑ, вара ӑна каланӑ: ку ҫынсем сана чӗнме килнӗ пулсассӑн — тӑр та вӗсемпе пӗрле кай, анчах Эпӗ мӗн калассине ҫеҫ ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Валаам ир-ирех тӑрса хӑй ашакне йӗнерленӗ те моавсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл тухса кайнӑран Турӑ ҫилли тулса ҫитнӗ, Валаама чармашкӑн ҫул ҫине Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӑнӑ. Ашак утланнӑ Валаампа пӗрле икӗ тарҫи пынӑ.</verse>
				<verse number="23">Ашак ҫул ҫинче аллине хӗҫ тытса тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ та, ҫултан пӑрӑнса, хирелле кайнӑ; Валаам ӑна ҫул ҫине каялла кӑларас тесе хӗнеме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ иҫӗм пахчисем хушшинчи тӑвӑр ҫул ҫинче тӑнӑ, унта пӗр енче те хӳме, тепӗр енче те хӳме пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа Ангелне курсассӑн, ашак хӳме ҫумне тӗршӗннӗ те Валаам урине хӳме ҫумне хӗстернӗ; хуҫи ӑна каллех хӗнеме тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тепӗр ҫӗре, каллех хӗсӗк вырӑна, кайса тӑнӑ, унта сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнма май пулман.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа Ангелне курсассӑн, ашак, Валаам утланнӑскер, ҫаплипех ҫӗре выртнӑ. Тарӑхса ҫитнӗ Валаам ӑна патакпа хӗнеме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="28">Вара Ҫӳлхуҫа ашака этем чӗлхипе калаҫтарнӑ, ашак Валаама каланӑ: эпӗ сана мӗн турӑм, эсӗ мана акӑ виҫҫӗмӗш хут хӗнетӗн ӗнтӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Валаам ашака: эсӗ мана мӑшкӑллатӑн; аллӑмра хӗҫ пулнӑ пулсассӑн, эпӗ сана халех вӗлернӗ пулӑттӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ашак Валаама каланӑ: ара, эпӗ санӑн ашаку мар-им? эсӗ ҫак таранччен ман ҫинче ларса ҫӳремен-им? сан тӗлӗшрен эпӗ ҫапла тунӑччӗ-и? тенӗ. Туман, тенӗ Валаам.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа вара Валаам куҫне уҫнӑ та, Валаам ҫул ҫинче аллине хӗҫ тытса тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ, вӑл ун умне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн ашакна ӗнтӗ виҫӗ хутчен хӗнерӗн? Эпӗ [санӑн] ҫулна пӳлме тухрӑм, мӗншӗн тесессӗн [эсӗ] тӗрӗс мар тӑватӑн;</verse>
				<verse number="33">ашак, Мана курса, ӗнтӗ виҫӗ хутчен Манран айккинелле пӑрӑнчӗ; вӑл Манран пӑрӑнман пулсассӑн, Эпӗ сана вӗлереттӗм, ӑна чӗрӗ хӑвараттӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вара Валаам Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: Эсӗ манӑн ҫула пӳлсе тӑнине пӗлмен эпӗ, ҫавӑнпа ҫылӑха кӗтӗм; ҫакӑ Саншӑн кӑмӑллӑ мар пулсассӑн, эпӗ каялла таврӑнӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Валаама каланӑ: эсӗ ҫак ҫынсемпе кай, анчах Эпӗ сана мӗн калассине ҫеҫ кала. Валаам вара Валак пуҫлӑхӗсемпе пӗрле кайнӑ.</verse>
				<verse number="36">Валак, Валаам килет тенине илтсессӗн, ӑна кӗтсе илме моавсен хулине, Арнон шывӗ хӗрринче шӑпах чикӗре ларакан хулана, пынӑ.</verse>
				<verse number="37">Валак Валаама каланӑ: ара, эпӗ сана чӗнме ямарӑм-и? эсӗ ман патӑма мӗншӗн килесшӗн пулмарӑн? ара, эпӗ сана чыс-хисеп кӑтартаймастӑп-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Валаам Валака каланӑ: акӑ ҫитрӗм ӗнтӗ сан патна, анчах эпӗ хам тӗллӗн мӗн те пулин калайӑп-и? Турӑ мана мӗн калаттарӗ, эпӗ ҫавна калӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Валаам вара Валакпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Кириаф-Хуцоф текен вырӑна ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="40">Валаам ячӗпе тата унпа пӗрле килнӗ пуҫлӑхсен ячӗпе Валак вӑкӑрсемпе сурӑхсем пустарнӑ.</verse>
				<verse number="41">Тепӗр кун ирхине Валак, Валаама Израиль халӑхӗн пӗр пайне кӑтартас тесе, ӑна Ваал тӳпемне илсе кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Валаам Валака каланӑ: ман валли ҫакӑнта ҫичӗ парне вырӑнӗ ту, ман валли ҫакӑнта ҫичӗ пӑрупа ҫичӗ така хатӗрле, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Валак Валаам каланӑ пек тунӑ, Валакпа Валаам вара кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="3">Валаам унтан Валака каланӑ: эсӗ хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнӳ патӗнче тӑр, эпӗ каям; тен, Турӑ мана хирӗҫ тухӗ, Вӑл мана мӗн уҫса панине кайран сана пӗлтерӗп, тенӗ. Вара [Валак хӑйӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче юлнӑ, Валаам Турӑран ыйтса пӗлме] тӳпем вырӑна кайнӑ.</verse>
				<verse number="4">Турӑ Валаампа тӗл пулнӑ, Ӑна [Валаам] каланӑ: эпӗ ҫичӗ парне вырӑнӗ турӑм, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Валаам чӗлхи-ҫӑварне Хӑйӗн сӑмахне калаттармалла тунӑ та ӑна: Валак патне таврӑн та ҫапла кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Валаам каялла таврӑннӑ — акӑ Валак хӑйӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче тӑрать, Моав пуҫлӑхӗсем те пурте унпа пӗрле тӑраҫҫӗ. [Валаам ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ.]</verse>
				<verse number="7">Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валак — Моав патши — мана Месопотамирен, тухӑҫри тусем патӗнчен, чӗнсе илчӗ: «килсемччӗ, Иакова ылхансамччӗ, килсемччӗ, Израиль ҫине инкек-синкек ярсамччӗ!» терӗ.</verse>
				<verse number="8">Манӑн мӗнле ылханас? Турӑ ӑна ылханмасть. Мӗнле инкек-синкек ярас? Ҫӳлхуҫа [ун ҫине] инкек-синкек ямасть.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ Израиле ту тӑрринчен куратӑп, ун ҫине сӑрт ҫинчен пӑхатӑп: ку халӑх авӑ уйрӑм пурӑнать, ытти халӑхсем хушшинче шутланмасть вӑл.</verse>
				<verse number="10">Хӑйӑр евӗр йышлӑ Иаков йӑхне, Израилӗн тӑваттӑмӗш пайне кам шутласа тухайӗ? Манӑн чунӑм тӳрӗ ҫынсен вилӗмӗпе вилтӗр, манӑн вилӗм вӗсенни пек пултӑр!</verse>
				<verse number="11">Валак ӗнтӗ Валаама: эсӗ мана мӗн кӑтартатӑн? эпӗ сана хамӑн тӑшманӑмсене ылханма илсе килтӗм, эсӗ вара вӗсене пиллетӗн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Валаам хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа хама мӗн калаттарнине тӗп-тӗрӗс каламалла мар-им манӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Валак ӑна каланӑ: манпа пӗрле тепӗр вырӑна пыр-ха, вӑл халӑха ҫавӑнтан кур-ха эсӗ, анчах ӑна йӑлтах кураймӑн, унӑн пӗр пайне ҫеҫ курӑн; ҫав вырӑнтан ылхан ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара ӑна хурал тӑракан вырӑна, Фасги тӑвӗ тӑррине, илсе кайнӑ, унта Валак ҫичӗ парне вырӑнӗ тунӑ, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="15">[Валаам] Валака каланӑ: эсӗ хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнӳ патӗнче тӑр, эпӗ [Турӑпа] тӗл пулма [каям], тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Валаампа тӗл пулнӑ, Валаам чӗлхи-ҫӑварне Хӑйӗн сӑмахне калаттармалла тунӑ: Валак патне таврӑн та ҫапла кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Валаам каялла таврӑннӑ — акӑ Валак пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче тӑрать, Моав пуҫлӑхӗсем [пурте] унпа пӗрле тӑраҫҫӗ. Валак ҫапла ыйтнӑ: Ҫӳлхуҫа мӗн терӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валак, тӑр та итле, Сепфор ывӑлӗ, тӑнла мана.</verse>
				<verse number="19">Суймашкӑн Турӑ этем мар, улшӑнмашкӑн этем ывӑлӗ те мар. Каланине тумасть-им Вӑл? калать те тумасть-и?</verse>
				<verse number="20">Вӑл пиллет те, эпӗ те пиллеме пуҫларӑм, эпӗ ҫакна урӑхла тӑваймастӑп.</verse>
				<verse number="21">Иакова типшар тивесси курӑнмасть, Израиле инкек-синкек ҫитесси сисӗнмест; Ҫӳлхуҫа, унӑн Турри, унпа пӗрле, патша труписен сасси те унӑнах;</verse>
				<verse number="22">Турӑ вӗсене Египетран илсе тухрӗ, вӗсем кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ;</verse>
				<verse number="23">Иаков ӑрӑмпа аппаланмасть, Израиль тухатламасть. Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн калӗҫ-ха Иаковпа Израиль ҫинчен: Турӑ акӑ мӗн тӑвать! тейӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Акӑ халӑх арӑслан ами пек ура ҫине тӑрать, арӑслан аҫи пек ҫӗкленет; хӑйӗн тупӑшне ҫисе ямасӑр, вӗлернисен юнне ӗҫсе тӑранмасӑр выртас ҫук вӑл.</verse>
				<verse number="25">Валак вара Валаама: эсӗ ӑна ылханма та ан ылхан, пиллеме те ан пилле, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Валаам Валака хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана мӗн калать, эпӗ пӗтӗмпех ҫавна тӑватӑп темерӗм-им эпӗ сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Валак ӗнтӗ Валаама каланӑ: эпӗ сана тата тепӗр вырӑна илсе каям; тен, Турӑ хирӗҫ пулмӗ, эсӗ вара ку халӑха ҫав тӗлтен ылханӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Валак вара Валаама пушхирелле пӑхакан Фегор тӑррине илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="29">Валаам Валака каланӑ: ман валли ҫакӑнта ҫичӗ парне вырӑнӗ ту, ман валли ҫакӑнта ҫичӗ пӑрупа ҫичӗ така хатӗрле, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Валак вара Валаам каланӑ пек тунӑ, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Валаам, Израиль халӑхне пиллени Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнине курса, унчченхи пек тухатма кайман, вӑл пушхир еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Валаам пуҫне ҫӗкленӗ те йӑхӑн-йӑхӑн тӑракан Израиль халӑхне курнӑ, Валаам ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валаам, Веор ывӑлӗ, калаҫать, пулассине куракан ар калаҫать,</verse>
				<verse number="4">Турӑ сӑмахне илтекен калаҫать, вӑл Пурне те Пултаракан кӑтартнине курать; ӳкет те вӑл, анчах унӑн куҫӗ уҫӑ:</verse>
				<verse number="5">эй Иаков, санӑн чатӑрусем мӗнле илемлӗ, эй Израиль, санӑн килӳ-ҫурту мӗнле чаплӑ!</verse>
				<verse number="6">Вӗсем сарӑлса выртакан айлӑмсем пек, шыв хӗрринчи пахчасем пек, Ҫӳлхуҫа лартнӑ алоэ йывӑҫӗсем пек, юханшыв хӗрринчи кедрсем пек;</verse>
				<verse number="7">ун витрисенчен шыв тӑкӑнса тӑрӗ, унӑн вӑрлӑхӗ тулли юханшыв пек пулӗ, унӑн патши Агагран аслӑрах пулӗ, унӑн патшалӑхӗ чапа тухӗ.</verse>
				<verse number="8">Турӑ ӑна Египетран илсе тухрӗ, вӑл кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ, вӑл хӑйне курайман халӑхсене тӗп тӑвать, вӗсен шӑммисене ватать, [тӑшманне] ҫӗмренпе пӗтерет.</verse>
				<verse number="9">Пӗшкӗннӗ вӑл — арӑслан аҫи пек, арӑслан ами пек выртать, кам тӑраттӑр ӑна? Сана пиллекен — пиллӗхлӗ, сана ылханакан — ылханлӑ!</verse>
				<verse number="10">Валаам сӑмахӗсем Валака тарӑхтарса янӑ, вӑл, аллисемпе хӑлаҫланса, Валаама каланӑ: эпӗ сана хамӑн тӑшманӑмсене ылханма чӗнтӗм, эсӗ вара вӗсене акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут пиллетӗн;</verse>
				<verse number="11">эппин, килне чуптар; эпӗ сана чысласшӑнччӗ, анчах та акӑ Ҫӳлхуҫа сана ун пек чыс кӑтартма памасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Валаам Валака каланӑ: ара, эпӗ санӑн ман патӑма янӑ элчӳсене ҫапла каламанччӗ-и:</verse>
				<verse number="13">«мана Валак хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен иртейместӗп, хам тӗллӗн ыррине те, усаллине те нимӗн те тӑваймастӑп: Ҫӳлхуҫа мӗн калать, ҫавна калӑп» теменччӗ-и?</verse>
				<verse number="14">Эппин, акӑ эпӗ хамӑн ҫӗршывӑма каятӑп; кил-ха, эпӗ сана ҫак халӑх кайран санӑн халӑхна мӗн кӑтартассине пӗлтерем, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валаам, Веор ывӑлӗ, калаҫать, пулассине куракан ар калаҫать,</verse>
				<verse number="16">Турӑ сӑмахне илтекен калаҫать, вӑл Ҫӳлти Турӑ хушнипе калаҫать, вӑл Пурне те Пултаракан кӑтартнине курать, ӳкет те вӑл, анчах унӑн куҫӗ уҫӑ.</verse>
				<verse number="17">Куратӑп Ӑна, анчах халех мар-ха; куратӑп Ӑна, анчах ҫывӑхра мар-ха. Иаков ҫӑлтӑрӗ хӑпарать, Израиль туйи ҫӗкленет, Моав пуҫлӑхӗсене пӗтерет вӑл, Сифӑн пӗтӗм ывӑлне аркатать.</verse>
				<verse number="18">Эдом алла лекӗ, Сеир та тӑшманӗсен аллине лекӗ, Израиль вара хӑйӗн вӑйне кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="19">Иаков йӑхӗнче ҫурални хулана ярса илӗ, ӑна тӗппипех пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="20">Акӑ Валаам Амалика курнӑ, ӑна хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: халӑхсем хушшинче чи чапли — Амалик, анчах унӑн вӗҫӗ — вилӗм.</verse>
				<verse number="21">Унтан вӑл Кеней халӑхне курнӑ, ӑна хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: килӳ-ҫурту ҫирӗп санӑн, эсӗ чул хысак ҫине йӑва ҫавӑрнӑ;</verse>
				<verse number="22">анчах Каина тӗппипе аркатӗҫ, сана часах Ассур тыткӑна илсе кайӗ.</verse>
				<verse number="23">[Ога курсассӑн та] вӑл хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Турӑ ҫакна кӑтартнӑ чухне чӗрӗ юлнисене хуйхӑ, [хуйхӑ] ҫитӗ!</verse>
				<verse number="24">Киттим енчен карапсем ҫитӗҫ, Ассура пӑхӑнтарӗҫ, Евера та пӑхӑнтарӗҫ; кайран хӑйсем те пӗтӗҫ!</verse>
				<verse number="25">Вара Валаам тӑнӑ та каялла хӑйӗн ҫӗршывне тухса кайнӑ, Валак та хӑйӗн ҫулӗпе кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Израиль халӑхӗ Ситтим айлӑмӗнче пурӑннӑ, халӑх Моав хӗрӗсемпе аскӑнма пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="2">лешсем халӑха хӑйсен туррисене кӳрекен парнесем патне чӗннӗ, халӑх [вӗсен парнисене] ҫинӗ, вӗсен туррисене пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ Израиль халӑхӗ Ваал-Фегора иленнӗ. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх пуҫлӑхӗсене пурне те вӗлерсе тух та хӗвел тухас умӗн Ҫӳлхуҫа умне ҫак, вара Ҫӳлхуҫа Израиле хаяррӑн ҫилленни иртсе кайӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Моисей Израиль тӳрисене каланӑ: кайӑр та Ваал-Фегора иленнӗ хӑвӑр ҫыннӑрсене вӗлерсе тухӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Акӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗри Моисей куҫӗ умӗнчех, Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ умӗнчех, вӗсем пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче йӗрсе тӑнӑ вӑхӑтра мадиансен хӗрне хӑйсем патне ертсе килнӗ.</verse>
				<verse number="7">Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, ҫакна курсассӑн, халӑх хушшинчен тухнӑ та аллине сӑнӑ тытнӑ,</verse>
				<verse number="8">унтан Израиль ывӑлӗ хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе иккӗшне те — Израиль ывӑлне те, хӗрарӑмне те — чиксе пӑрахнӑ, хӗрарӑмне ӑшӗнчен чикнӗ; вара Израиль халӑхӗ пӗтме чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="9">Пӗтернине пула ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын вилнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="11">Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Маншӑн ҫирӗп тӑрса, Манӑн хаяр ҫиллӗме вӗсенчен сирсе ячӗ, ҫавӑнпа Эпӗ, кӗвӗҫрӗм пулин те, Израиль ывӑлӗсене тӗппипе пӗтермерӗм;</verse>
				<verse number="12">ҫавӑнпа пӗлтер: акӑ Эпӗ ӑна Хамӑн канӑҫлӑх халалне паратӑп,</verse>
				<verse number="13">вӑл хӑйӗн Турришӗн ҫирӗп тӑчӗ тата Израиль ывӑлӗсене хӳтӗлесе хӑварчӗ, ҫавӑншӑн ӑна, унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священниксем пулма халаллатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Мадиан хӗрӗпе пӗрле вӗлернӗ Израиль ывӑлне Зимри тесе чӗннӗ; вӑл Салу ывӑлӗ, Симеон ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, пулнӑ;</verse>
				<verse number="15">вӗлернӗ мадиансен хӗрне вара Хазва тесе чӗннӗ; вӑл Оммоф пуҫлӑхӗн, Мадиан йӑхӗнчен тухнӑ Цурӑн, хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="17">Мадиан халӑхӗпе вӑрҫӑ вӑрҫӑр, вӗсене аркатӑр,</verse>
				<verse number="18">мӗншӗн тесессӗн вӗсем сирӗн тӗлӗшрен чее тӑшманла хӑтланчӗҫ: сире Фегорпа тата ҫав Фегора пула халӑх пӗтнӗ кун вилсе выртнӑ Хазвӑпа, мадиансен пуҫлӑхӗн хӗрӗпе, илӗртрӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Халӑх ҫапла пӗтнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисее тата Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — каланӑ:</verse>
				<verse number="2">вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур Израиль ывӑлне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Моисейпе Елеазар священник халӑха ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Моисейпе Израиль ывӑлӗсене ҫапла хушать: Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ Израиль ывӑлӗсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухӑр:</verse>
				<verse number="5">Рувим, Израилӗн малтанхи ывӑлӗ. Рувим ывӑлӗсем: Ханохран — Ханох ӑрӑвӗ, Фаллуран — Фаллу ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="6">Хецронран — Хецрон ӑрӑвӗ, Хармирен — Харми ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="7">Рувим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; пурӗ хӗрӗх виҫӗ пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутласа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Фаллу ывӑлӗсем: Елиав.</verse>
				<verse number="9">Елиав ывӑлӗсем: Немуил, Дафан тата Авирон. Шӑпах ҫак Дафанпа Авирон ӗнтӗ, пухӑва ҫӳрекенскерсем, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ Корей каварҫисемпе пӗрле халӑха Моисейпе Аарона хирӗҫ пӑтратнӑ;</verse>
				<verse number="10">вара ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ, вӗсене те, Корее те ҫӗр ҫӑтса янӑ; вӗсемпе пӗрле вӗсен каварҫисем те вилнӗ, ун чухне икҫӗр аллӑ ҫынна вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, ку астутаракан паллӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="11">анчах Корей ывӑлӗсем вилмен.</verse>
				<verse number="12">Симеон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Немуилран — Немуил ӑрӑвӗ, Яминран — Ямин ӑрӑвӗ, Яхинран — Яхин ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="13">Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ, Саулран — Саул ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="14">Симеон ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ [шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн]: ҫирӗм икӗ пин те икҫӗр ҫын.</verse>
				<verse number="15">Гад ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Цефонран — Цефон ӑрӑвӗ, Хаггирен — Хагги ӑрӑвӗ, Шунирен — Шуни ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="16">Ознийрен — Озний ӑрӑвӗ, Ерирен — Ери ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="17">Ародран — Арод ӑрӑвӗ, Арелирен — Арели ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="18">Гад ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын.</verse>
				<verse number="19">Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, [Шела, Фарес тата Зара]; Ир тата Онан Ханаан ҫӗрӗнче вилнӗ;</verse>
				<verse number="20">Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шеларан — Шела ӑрӑвӗ, Фаресран — Фарес ӑрӑвӗ, Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="21">Фарес ывӑлӗсем: Есромран — Есром ӑрӑвӗ, Хамулран — Хамул ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="22">Иуда ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: ҫитмӗл ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын.</verse>
				<verse number="23">Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Фоларан — Фола ӑрӑвӗ, Фуваран — Фува ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="24">Иашувран — Иашув ӑрӑвӗ, Шимронран — Шимрон ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="25">Иссахар ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: утмӑл тӑватӑ пин те виҫҫӗр ҫын.</verse>
				<verse number="26">Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Середран — Серед ӑрӑвӗ, Елонран — Елон ӑрӑвӗ, Иахлеилран — Иахлеил ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="27">Завулон ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: утмӑл пин те пилӗкҫӗр ҫын.</verse>
				<verse number="28">Иосиф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Манассия тата Ефрем.</verse>
				<verse number="29">Манассия ывӑлӗсем: Махиртан — Махир ӑрӑвӗ; Махирӑн Галаад ҫуралнӑ, Галаадран — Галаад ӑрӑвӗ.</verse>
				<verse number="30">Акӑ Галаад ывӑлӗсем: Иезертан — Иезер ӑрӑвӗ, Хелекран — Хелек ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="31">Асриилран — Асриил ӑрӑвӗ, Шехемран — Шехем ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="32">Шемидаран — Шемида ӑрӑвӗ, Хефертан — Хефер ӑрӑвӗ.</verse>
				<verse number="33">Салпаадӑн, Хефер ывӑлӗн, ывӑл пулман, хӗрсем ҫеҫ пулнӑ; Салпаад хӗрӗсен ячӗсем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца.</verse>
				<verse number="34">Манассия ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем аллӑ икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын шутланнӑ.</verse>
				<verse number="35">Акӑ Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шутелӑран — Шутела ӑрӑвӗ, Бехертан — Бехер ӑрӑвӗ, Таханран — Тахан ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="36">акӑ тата Шутела ывӑлӗсем: Аранран — Аран ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="37">Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: вӑтӑр икӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын. Акӑ Иосиф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="38">Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Белӑран — Бела ӑрӑвӗ, Ашбелран — Ашбел ӑрӑвӗ, Ахирамран — Ахирам ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="39">Шефуфамран — Шефуфам ӑрӑвӗ, Хуфамран — Хуфам ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="40">Бела ывӑлӗсем ҫаксем: Ард тата Нааман; [Ардран —] Ард ӑрӑвӗ, Нааманран — Нааман ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="41">Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.</verse>
				<verse number="42">Акӑ Дан ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шухамран — Шухам ӑрӑвӗ; Дан ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ ҫаксем пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="43">Шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн Шухам ӑрӑвӗсенче утмӑл тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="44">Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Имнаран — Имна ӑрӑвӗ, Ишваран — Ишва ӑрӑвӗ, Верияран — Верия ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="45">Верия ывӑлӗсенчен: Хевертан — Хевер ӑрӑвӗ, Малхиилран — Малхиил ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="46">Асир хӗрӗн ячӗ Сара;</verse>
				<verse number="47">Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын.</verse>
				<verse number="48">Неффалим ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Иахцеилран — Иахцеил ӑрӑвӗ, Гунирен — Гуни ӑрӑвӗ,</verse>
				<verse number="49">Иецертан — Иецер ӑрӑвӗ, Шиллемран — Шиллем ӑрӑвӗ;</verse>
				<verse number="50">ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласассӑн, Неффалим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем хӗрӗх пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын шутланнӑ.</verse>
				<verse number="51">Ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсен шута кӗнӗ йышӗнче пурӗ ултҫӗр пӗр пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутланнӑ.</verse>
				<verse number="52">Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="53">вӗсене ят тӑрӑх еткер ҫӗр уйӑрса памалла;</verse>
				<verse number="54">йышлӑраххисене ҫӗрне нумайрах пар, сахал йышлисене ҫӗрне сахалрах пар, кашни йӑха шута кӗнӗ ҫын шутӗнчен шайласа ҫӗр памалла;</verse>
				<verse number="55">ҫӗре шӑпа тӑрӑх уйӑрмалла, кашнийӗн хӑйӗн еткер пайне ӑру пуҫӗнчи ашшӗ ячӗпе уйӑрнӑ ҫӗртен илмелле;</verse>
				<verse number="56">пысӑк йышлӑ ӑру-и, сахал йышлӑ ӑру-и — вӗсенӗн еткер ҫӗрне шӑпа ярса пайламалла.</verse>
				<verse number="57">Ҫавӑн чухне шута илнӗ левитсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Гирсонран — Гирсон ӑрӑвӗ, Каафран — Кааф ӑрӑвӗ, Мерарирен — Мерари ӑрӑвӗ.</verse>
				<verse number="58">Левий ӑрӑвӗсем ҫаксем: Ливни ӑрӑвӗ, Хеврон ӑрӑвӗ, Махли ӑрӑвӗ, Муши ӑрӑвӗ, Корей ӑрӑвӗ. Каафран Амрам ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="59">Амрам арӑмӗ, Иохаведа ятлӑскер, Левий хӗрӗ пулнӑ, Левий арӑмӗ ӑна Египетра ҫуратнӑ, Иохаведа хӑйӗн упӑшкине вара Аарона, Моисее тата вӗсен аппӑшне Мариама ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="60">Ааронӑн Надав тата Авиуд, Елеазар тата Ифамар ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="61">анчах Надавпа Авиуд Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑшӑн [Синай пушхирӗнче] вилнӗ.</verse>
				<verse number="62">Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑрах мӗнпур арҫынна шутласа тухнӑ, вӗсем ҫирӗм виҫӗ пин пулнӑ; вӗсене Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле шутламан, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Израиль ывӑлӗсен хушшинче еткер ҫӗр паман.</verse>
				<verse number="63">Моисейпе Елеазар священник Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, шутласа тухнӑ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ;</verse>
				<verse number="64">вӗсен шутӗнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирӗнче шута илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗр ҫын та пулман,</verse>
				<verse number="65">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа: «вӗсем пушхирте вилсе юлӗҫ» тенӗ, ҫавӑнпа унччен шута илнӗ ҫынсенчен Иефонния ывӑлӗ Халев тата Нав ывӑлӗ Иисус ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Пуху чатӑрне кӗмелли тӗле, Моисейпе Елеазар священник умне, пуҫлӑхсем умне, пӗтӗм халӑх умне Салпаад хӗрӗсем пырса тӑнӑ. Салпаад вӑл Иосиф йӑхӗнчен, Манассия ӑрӑвӗнчен тухнӑ: унӑн ашшӗ Хефер пулнӑ, Хефер ашшӗ — Галаад, Галаад ашшӗ — Махир, Махир ашшӗ — Манассия, Манассия ашшӗ Иосиф пулнӑ; Салпаад хӗрӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца; вӗсем каланӑ:</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">пирӗн атте пушхирте вилсе юлчӗ, вӑл Корей эшкерӗпе пӗрле Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ каварҫӑсемпе ҫыхланман, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилнӗ, пирӗн аттен ывӑл пулман;</verse>
				<verse number="4">унӑн ывӑл ҫуккишӗн халӗ пирӗн аттен ячӗ хӑй ӑрӑвӗнчен тухса ӳкмелле-им? пире атте тӑванӗсем хушшинче еткер ҫӗр пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Моисей ку ӗҫе татса пама Ҫӳлхуҫаран ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="7">Салпаад хӗрӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ; вӗсене ашшӗ тӑванӗсем хушшинче еткерлӗх уйӑрса пар, вӗсене ашшӗн еткер ҫӗрне пар, тенӗ;</verse>
				<verse number="8">Израиль ывӑлӗсене те пӗлтер, кала: ывӑлсӑр ҫын вилсессӗн, унӑн еткер ҫӗрне унӑн хӗрне парӑр;</verse>
				<verse number="9">ҫав ҫыннӑн хӗрӗ те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне пиччӗш-шӑллӗсене парӑр;</verse>
				<verse number="10">унӑн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсене парӑр;</verse>
				<verse number="11">ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне хӑйӗн ӑрӑвӗнчи ҫывӑх тӑванне еткерлӗхе парӑр; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушни Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫирӗп йӗрке пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Иордан шывӗ ку енчи] ҫакӑ Аварим тӑвӗ ҫине, [ҫакӑ Нево тӑвӗ ҫине,] хӑпар та Эпӗ Израиль халӑхне [еткерлӗхе] паракан [Ханаан] ҫӗрӗ ҫине пӑх;</verse>
				<verse number="13">ун ҫине пӑхса илсессӗн, Аарон пиччӳ [Ор тӑвӗ ҫинче] канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те халӑхупа пӗрлеш,</verse>
				<verse number="14">мӗншӗн тесессӗн Син пушхирӗнче халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра эсир Мана итлемерӗр, итленӗ пулсассӑн шыв хӗрринче пӗтӗм халӑха Манӑн сӑваплӑхӑм курӑнатчӗ. [Ку вӑл Син пушхирӗнчи Кадес ҫывӑхӗнчи Мерива шывӗ пулнӑ.]</verse>
				<verse number="15">Моисей вара Ҫӳлхуҫана ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа, кашни ӳтри чӗм Турри, ҫак халӑха ҫын суйласа патӑрччӗ,</verse>
				<verse number="17">ҫав ҫын халӑх умӗнче ҫӳрекенӗ, ӑна ҫул кӑтартаканӗ, ертсе каяканӗ, ертсе килекенӗ пултӑр, Ҫӳлхуҫа халӑхӗ кӗтӳҫӗсӗр тӑрса юлнӑ сурӑхсем пек ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур,</verse>
				<verse number="19">унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар,</verse>
				<verse number="20">Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар;</verse>
				<verse number="21">вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Моисей вара хӑйне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хушнӑ пек тунӑ, Иисуса Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратнӑ та,</verse>
				<verse number="23">икӗ аллине унӑн пуҫӗ ҫине хурса, Ҫӳлхуҫа хӑйне каланӑ пек, ӑс панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: Мана кӳрекен парнене, Манӑн ҫӑкӑрӑма, вӗсем Мана хӑй вӑхӑтӗнче парса тӑччӑр, унӑн ырӑ шӑрши Мана кӑмӑллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="3">Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫана сирӗн яланах ҫакӑн пек парне кӳмелле: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн кунсерен айӑпсӑр пӗр ҫулхи икӗ путек парса тӑмалла;</verse>
				<verse number="4">пӗр путекне ирхине пар, тепӗр путекне каҫхине пар;</verse>
				<verse number="5">тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне чӗрӗк гин чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса [пар];</verse>
				<verse number="6">ку — Ҫӳлхуҫана кӳрекен яланхи парне, ӑна малтан, Синай тӑвӗ патӗнче кӳнӗ пек, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелле;</verse>
				<verse number="7">тата пӗр путек пуҫне чӗрӗк гин эрех пар: ӑна, Ҫӳлхуҫана кӳрекен эрехе, сӑваплӑ ҫӗрте сап.</verse>
				<verse number="8">Тепӗр путекне каҫхине пар, ирхине тырӑ-пулӑ парни мӗнле кӳнӗ, каҫпа та ҫавӑн пекех пултӑр, эрехне те ирхинехи пекех сап, ку — Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесӗр пуҫне тата шӑматкун парни пулмалла; шӑматкун айӑпсӑр пӗр ҫулхи икӗ путек тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса [парӑр], ун ҫине эрех сапӑр; ҫакӑн пек пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне кашни шӑматкунах пулмалла.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата айӑпсӑр пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳмелле,</verse>
				<verse number="12">унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни пултӑр: кашни пӑру пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр, така пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр,</verse>
				<verse number="13">кашни путек пуҫне тырӑ-пулӑ парни — пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса — парӑр; ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="14">ҫав парнесем ҫине эрех сапмалла: пӑру ҫине ҫур гин, така ҫине гинӑн виҫҫӗмӗш пайне, путек ҫине чӗрӗк гин сапмалла; ҫулталӑк тӑршшӗпех кашни ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмелле.</verse>
				<verse number="15">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан яланхи парнесӗр пуҫне тата ҫылӑх каҫарттарма Ҫӳлхуҫана пӗр качака таки кӳрӗр; ӑна эрех сапса парӑр.</verse>
				<verse number="16">Пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫа Пасхи пулать.</verse>
				<verse number="17">Ҫак уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче те уяв; ун чухне ҫичӗ кун хушши тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр ҫимелле.</verse>
				<verse number="18">Пӗрремӗш кунӗнче [сирӗн] сӑваплӑ пуху [пултӑр]; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр;</verse>
				<verse number="20">ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ парӑр: кашни пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ пултӑр,</verse>
				<verse number="21">ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,</verse>
				<verse number="22">тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки парӑр;</verse>
				<verse number="23">ӑна яланхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли ирхинехи парне ҫумне хушса памалла.</verse>
				<verse number="24">Ҫичӗ кун хушши ҫапла парне кӳрсе тӑрӑр; ку — ҫӑкӑр, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне; ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, эрех сапса кӳрекен яланхи парне ҫумне хушса памалла.</verse>
				<verse number="25">Ҫиччӗмӗш кунне те сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.</verse>
				<verse number="26">Малтанхи ҫимӗҫ кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ парни кӳмелли кун, эрнесен уявӗнче, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр,</verse>
				<verse number="28">ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ парӑр: кашни пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ,</verse>
				<verse number="29">ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,</verse>
				<verse number="30">тата [ҫылӑх каҫарттарма,] хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки парӑр;</verse>
				<verse number="31">[Мана ҫакна] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса парӑр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; ку сирӗншӗн трупа сассийӗн кунӗ пултӑр;</verse>
				<verse number="2">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="3">ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ,</verse>
				<verse number="4">ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,</verse>
				<verse number="5">тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки кӳрӗр,</verse>
				<verse number="6">ҫакна ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче те] сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр: ун чухне чунӑра йӑвашлатӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;</verse>
				<verse number="8">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр;</verse>
				<verse number="9">ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ,</verse>
				<verse number="10">ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,</verse>
				<verse number="11">тата ҫылӑх каҫарттарма, [хӑвӑра тасатма,] пӗр качака таки кӳрӗр; ҫакна тасалмалли кун ҫылӑхшӑн кӳмелли парне ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, [йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ].</verse>
				<verse number="12">Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче те сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун хушши уявлӑр;</verse>
				<verse number="13">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: вунвиҫӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр; вӗсем айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="14">ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: вунвиҫӗ пӑруран кашнийӗ пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, икӗ такаран кашнийӗ пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ,</verse>
				<verse number="15">вунтӑватӑ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,</verse>
				<verse number="16">тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳрӗр, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне ҫумне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.</verse>
				<verse number="17">Иккӗмӗш кунӗнче вуникӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="18">йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла</verse>
				<verse number="19">тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.</verse>
				<verse number="20">Виҫҫӗмӗш кунӗнче вунпӗр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="21">йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла</verse>
				<verse number="22">тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.</verse>
				<verse number="23">Тӑваттӑмӗш кунне вунӑ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="24">йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла</verse>
				<verse number="25">тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.</verse>
				<verse number="26">Пиллӗкӗмӗш кунне тӑхӑр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="27">йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла</verse>
				<verse number="28">тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.</verse>
				<verse number="29">Улттӑмӗш кунне сакӑр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="30">йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла</verse>
				<verse number="31">тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.</verse>
				<verse number="32">Ҫиччӗмӗш кунне ҫичӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек парӑр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="33">йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла</verse>
				<verse number="34">тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.</verse>
				<verse number="35">Саккӑрмӗш кунӗ уявпа сывпуллашма пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;</verse>
				<verse number="36">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр,</verse>
				<verse number="37">йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла</verse>
				<verse number="38">тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.</verse>
				<verse number="39">Хӑвӑрӑн уявӑрсенче Ҫӳлхуҫана ҫапла парне кӳрсе тӑрӑр, ӑна сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, эрех сапса кӳнӗ парне ҫийӗнчен, тырӑ-пулӑ парни тата канӑҫлӑх парни ҫийӗнчен памалла, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пӗтӗмпе Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ.</verse>
				<verse number="2">Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене Моисей ҫапла тесе каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр мана акӑ мӗн хушрӗ, тенӗ:</verse>
				<verse number="3">кам та кам Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн е карт туса тупа тӑвас пулсассӑн, унӑн хӑй сӑмахне пӑсмалла мар, унӑн хӑй мӗн каланине пурне те тӑвасах пулать.</verse>
				<verse number="4">Хӗрарӑм хӑй ҫамрӑк чухне ашшӗ килӗнче Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн,</verse>
				<verse number="5">ашшӗ хӗрӗ сӑмах панине, вӑл мӗн те пулин тума картса хунине илтсе нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрӗ сӑмах пани тата мӗн те пулин тума картса хуни пӗтӗмпех юлать, ӑна пурӑнӑҫласах пулать;</verse>
				<verse number="6">ашшӗ хӗрӗ каланине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, хӗр хӑй сӑмах панине, мӗн те пулин тума картса хунине пурӑнӑҫламасть, уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать, мӗншӗн тесессӗн хӗре ашшӗ чарнӑ.</verse>
				<verse number="7">Хӗр качча каяс пулсассӑн, вӑл унччен сӑмах парса е тупа туса хӑйне тӑлласа лартнӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="8">ҫакна унӑн упӑшки илтет, анчах илтсе те нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрарӑм сӑмах пани, мӗн те пулин тума картса хуни ун ҫинчех юлать, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать;</verse>
				<verse number="9">упӑшки арӑмӗ сӑмах панине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, арӑмӗ ҫинче тӑракан тупана, арӑмне тӑлласа тӑракан сӑмаха йышӑнмасть пулсассӑн, [арӑмӑн ҫавна пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн арӑмне упӑшки чарнӑ,] уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать.</verse>
				<verse number="10">Тӑлӑх арӑм е упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑм сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать.</verse>
				<verse number="11">Арӑмӗ упӑшки килӗнче сӑмах пачӗ пулсассӑн, тупа туса картса хучӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="12">упӑшки ҫакна илтсе нимӗн те шарламарӗ, ӑна чармарӗ пулсассӑн, арӑмӑн хӑй сӑмах панине, тупа туса картса хунине пурӑнӑҫласах пулать;</verse>
				<verse number="13">упӑшки арӑмӗ сӑмах панине, тупа туса картса хунине илтсе ӑна пӑрахӑҫларӗ пулсассӑн, арӑмӑн хӑйӗн чӗлхи вӗҫӗнчен тухнине пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн ӑна упӑшки чарса лартнӑ, Ҫӳлхуҫа вӑл хӗрарӑма каҫарать.</verse>
				<verse number="14">Арӑмӗ чунне йӑвашлатас тесе панӑ кирек мӗнле сӑмаха та, кирек мӗнле тупа тунине те упӑшки ҫирӗплетме те, чарма та пултарать;</verse>
				<verse number="15">упӑшки ҫакӑн ҫинчен кунран-кун нимӗн те шарламарӗ пулсассӑн, ҫапла вӑл арӑмӗ сӑмах панине, арӑмӗ карт тунине пӗтӗмпех ҫирӗплетнӗ пулать, мӗншӗн тесессӗн вӑл илтнӗ хыҫҫӑн та нимӗн те шарламан;</verse>
				<verse number="16">[упӑшки] арӑмӗ мӗн каланине илтсе ӑна пӑрахӑҫларӗ пулсассӑн, вӑл арӑмӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илет, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ку — Ҫӳлхуҫа Моисее хушса-вӗрентсе каланӑ йӗрке, вӑл упӑшкипе арӑмӗ мӗнле пурӑнмаллине, ҫамрӑк чухне, ашшӗ килӗнче пурӑннӑ чухне, ашшӗпе хӗрӗ мӗнле пулмаллине кӑтартать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">мадиансене Израиль ывӑлӗсемшӗн тавӑр, кайран вара хӑвӑн халӑху патне ӑсанӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Моисей халӑха ҫапла тесе каланӑ: хӑвӑр хушшӑрти ҫынсене вӑрҫа тухма хатӗрлӗр, вӗсем Ҫӳлхуҫа мадиансене тавӑрнине пурӑнӑҫламашкӑн мадиансене хирӗҫ тухчӑр;</verse>
				<verse number="4">Израиль [ывӑлӗсен] кашни йӑхӗнчен пин ҫын вӑрҫа каймалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара израильсен пин-пин ҫыннинчен кӑрал тытнӑ вуникӗ пин ҫын — кашни йӑхран пӗрер пин — суйласа илнӗ.</verse>
				<verse number="6">Моисей вӗсене вӑрҫа ӑсатнӑ, кашни йӑхран пин ҫын кайнӑ, вӗсемпе пӗрле Финееса та — [Аарон ывӑлӗн] Елеазарӑн ывӑлне, священника — вӑрҫа янӑ, унӑн аллинче сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗр тата хӑрушлӑха систермелли трупасем пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ;</verse>
				<verse number="8">вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ;</verse>
				<verse number="9">мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ,</verse>
				<verse number="10">вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ;</verse>
				<verse number="11">ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="12">тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="13">Моисейпе Елеазар священник тата пӗтӗм халӑх пуҫлӑхӗсем тапӑртан вӗсене хирӗҫ тухнӑ.</verse>
				<verse number="14">Моисей вӑрҫӑран таврӑннӑ ҫарпуҫсене, пинпӳсене тата ҫӗрпӳсене ҫилленнӗ те</verse>
				<verse number="15">вӗсене каланӑ: эсир [мӗншӗн] пӗтӗм хӗрарӑма чӗрӗ хӑварнӑ?</verse>
				<verse number="16">вӗсем акӑ Валаам вӗрентнипе, Фегора юраса, Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫаран ютшӑнтарчӗҫ, ҫавна пула мӗн чухлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗ пӗтрӗ;</verse>
				<verse number="17">ҫапла вара пур арҫын ачине те вӗлерсе тухӑр, ар вырӑнӗ ҫинче арпа хутшӑннӑ пур хӗрарӑмне те вӗлерӗр;</verse>
				<verse number="18">арпа хутшӑнман хӗрачисене вара хӑвӑр валли чӗрӗ хӑварӑр;</verse>
				<verse number="19">ҫичӗ кун хушши тапӑр тулашӗнче пулӑр; ҫын вӗлернисем, вӗлернӗ ҫынна тӗкӗннисем пурте виҫҫӗмӗшпе ҫиччӗмӗш кунсенче тасалччӑр, эсир те, сирӗн пата тыткӑна лекнисем те ҫапла тӑвӑр;</verse>
				<verse number="20">пӗтӗм тумтире, пӗтӗм сӑран япалана, качака ҫӑмӗнчен мӗн тунине пурне те, пӗтӗм йывӑҫ савӑта тасатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Елеазар священник вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр Моисее панӑ саккун тӑрӑх акӑ мӗнле тумалла:</verse>
				<verse number="22">ылтӑна, кӗмӗле, пӑхӑра, тимӗре, тӑхлана тата хура тӑхлана,</verse>
				<verse number="23">тата вут-ҫулӑма тӳсекен мӗнпур япалана тасатма вӗсене вут витӗр кӑларӑр, унсӑр пуҫне тата тасатакан шывпа тасатӑр; вутра ҫунакан япаласене вара пурне те шывпа ҫӑвӑр;</verse>
				<verse number="24">хӑвӑр тумтирӗре ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑр, вара эсир тасалӑр, ун хыҫҫӑн тапӑра таврӑнӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="26">эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр;</verse>
				<verse number="27">тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр;</verse>
				<verse number="28">вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил;</verse>
				<verse number="29">ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар;</verse>
				<verse number="30">Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Моисейпе Елеазар священник вара Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.</verse>
				<verse number="32">Вӑрҫӑра пулнисем ярса илнӗ тупӑшран тапӑра ҫакӑн чухлӗ илсе килнӗ: вак выльӑх — ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин пуҫ,</verse>
				<verse number="33">шултӑра выльӑх — ҫитмӗл икӗ пин пуҫ,</verse>
				<verse number="34">ашак — утмӑл пӗр пин пуҫ,</verse>
				<verse number="35">ҫынсен, арпа хутшӑнман хӗрарӑмсен, шучӗ мӗнпурӗ вӑтӑр икӗ пин чун пулнӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫур тупӑш, вӑрҫӑра пулнисен пайӗ, ҫакӑн чухлӗ пулнӑ: вак выльӑх — виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр пуҫ,</verse>
				<verse number="37">вак выльӑх шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пуҫ парне панӑ;</verse>
				<verse number="38">шултӑра выльӑх — вӑтӑр ултӑ пин пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ҫитмӗл икӗ пуҫ парне панӑ;</verse>
				<verse number="39">ашак — вӑтӑр пин те пилӗкҫӗр пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана утмӑл пӗр пуҫ парне панӑ;</verse>
				<verse number="40">вунултӑ пин ҫын, ҫав шутран Ҫӳлхуҫана вӑтӑр икӗ чун парне панӑ.</verse>
				<verse number="41">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ҫак парнене, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене, Моисей Елеазар священника панӑ.</verse>
				<verse number="42">Вӑрҫӑра пулнисем илсе килнӗ тупӑшӑн ҫуррине Моисей Израиль ывӑлӗсене уйӑрса панӑ;</verse>
				<verse number="43">халӑха тивӗҫлӗ ҫур тупӑш ҫапла пулнӑ: вак выльӑх — виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр пуҫ,</verse>
				<verse number="44">шултӑра выльӑх — вӑтӑр ултӑ пин пуҫ,</verse>
				<verse number="45">ашак — вӑтӑр пин те пилӗкҫӗр пуҫ,</verse>
				<verse number="46">вунултӑ пин ҫын.</verse>
				<verse number="47">Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Израиль халӑхне тивӗҫлӗ пайран Моисей, кашни аллӑ ҫынран, кашни аллӑ выльӑхран пӗр пуҫ илсе, ӑна Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене панӑ.</verse>
				<verse number="48">Моисей патне ҫарти темиҫе пин ҫын пуҫлӑхӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем пынӑ та</verse>
				<verse number="49">Моисее каланӑ: санӑн чурусем пире шанса панӑ ҫар ҫыннисене шутласа тухрӗҫ, вӗсенчен пӗри те пӗтмен;</verse>
				<verse number="50">хамӑр чунсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатмашкӑн акӑ эпир Ҫӳлхуҫана парне кӳретпӗр, кам мӗнле ылтӑн япала тупнӑ, ҫавна илсе килтӗмӗр: вӑчӑрасем, сулӑсем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, алкасем паратпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="51">Моисейпе Елеазар священник вӗсенчен ҫав ылтӑн япаласене пӗтӗмпех илнӗ;</verse>
				<verse number="52">пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ылтӑн вунултӑ пин те ҫичҫӗр аллӑ сикль тайнӑ.</verse>
				<verse number="53">Ҫар ҫыннисем кашнийӗ харпӑр хӑй валли ҫаратнӑ.</verse>
				<verse number="54">Моисейпе Елеазар священник пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем панӑ ылтӑна илсе ӑна Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнмашкӑн пуху чатӑрне пырса панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсен выльӑх-чӗрлӗх питӗ йышлӑ пулнӑ; вӗсем Иазер ҫӗрӗпе Галаад ҫӗрӗ кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлине курнӑ;</verse>
				<verse number="2">вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пынӑ та Моисейпе Елеазар священника тата халӑх пуҫлӑхӗсене ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="3">Атароф, Дивон, Иазер, Нимра, Есевон, Елеале, Севам, Нево тата Веон —</verse>
				<verse number="4">ҫак ҫӗрсем, Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗ умӗнче ҫӗнтернӗ ҫӗрсем, кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлӑ, санӑн чурусен вара кӗтӳсем пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Тата каланӑ: пире кӑмӑл тӑватӑн пулсассӑн, ҫак ҫӗрсене хӑвӑн чурусене еткерлӗхе пар; пире Иорданӑн тепӗр енне илсе ан кай, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Моисей вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене каланӑ: сирӗн тӑванӑрсем вӑрҫа каяҫҫӗ, эсир ӗнтӗ кунта юлас тетӗр-им?</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн?</verse>
				<verse number="8">сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ:</verse>
				<verse number="9">Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ;</verse>
				<verse number="10">ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ:</verse>
				<verse number="11">Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ,</verse>
				<verse number="12">унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Израиле тарӑхса ҫитрӗ, ҫак халӑха Вӑл хӗрӗх ҫул хушши пушхир тӑрӑх Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тунӑ ӑру пӗтӗмпе вилсе пӗтиччен илсе ҫӳрерӗ.</verse>
				<verse number="14">Халӗ ӗнтӗ аҫӑрсем вырӑнне эсир, ҫылӑхлӑ йӑх-ях, пӑлханатӑр, Израиле тарӑхса ҫитнӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллине тата ытларах хаярлататӑр.</verse>
				<verse number="15">Турӑран пӑрӑнсассӑн, Вӑл Израиль ывӑлӗсене каллех пушхире хӑварӗ, ҫапла эсир пӗтӗм халӑха пӗтеретӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: эпир кунта хамӑр кӗтӳсем валли сурӑх витисем, хамӑр ачасем валли хуласем туса лартӑпӑр;</verse>
				<verse number="17">хамӑр эпир чи малтан вӑрҫа тухӑпӑр, Израиль ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитеричченех вӗсен умӗнче пырӑпӑр; пирӗн ачасем вара ҫакӑнта юлччӑр, кунти халӑхран сыхланса тӗреклӗлетнӗ хуласенче пурӑнччӑр;</verse>
				<verse number="18">Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн еткер ҫӗрне иличчен эпир хамӑр киле таврӑнмӑпӑр;</verse>
				<verse number="19">пире Иорданӑн ҫак енчи хӗвелтухӑҫнелли ҫӗрне еткерлӗхе парсассӑн, эпир Иордан леш енче ыттисемпе пӗрле еткерлӗх илмӗпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Моисей вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑр каланӑ пек тусассӑн, кӑрал тытса Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вӑрҫа кайсассӑн,</verse>
				<verse number="21">эсир кашнийӗ Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче кӑрал тытса Иордан леш енне кайса Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑй умӗнче тӗппипе аркатиччен ҫапӑҫсассӑн,</verse>
				<verse number="22">ҫав ҫӗре Ҫӳлхуҫа умӗнче пӑхӑнтарсассӑн кайран кунта таврӑнӑр, ун чухне эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче те, Израиль умӗнче те айӑплӑ пулмӑр, ку ҫӗр вара Ҫӳлхуҫа умӗнче сирӗн еткерлӗх пулӗ;</verse>
				<verse number="23">ун пек тумасассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗретӗр, вара хӑвӑр ҫылӑхшӑн тӳсмелле пулӗ, сире хаса ҫитӗ;</verse>
				<verse number="24">ачӑрсем валли — хуласем, выльӑхӑр валли витесем лартӑр, хӑвӑр мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем Моисее каланӑ: санӑн чурусем хуҫамӑр хушнӑ пек тӑвӗҫ;</verse>
				<verse number="26">пирӗн ачамӑрсем, пирӗн арӑмӑрсем, пирӗн кӗтӗвӗмӗрсем, пирӗн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗх ҫакӑнта Галаад хулисенче юлӗҫ,</verse>
				<verse number="27">санӑн чурусем ӗнтӗ, хуҫамӑр каланӑ пек, пурте ҫар ҫыннисем пек кӑрал тытса Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа кайӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Моисей вара вӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине Елеазар священника, Нав ывӑлне Иисуса тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ,</verse>
				<verse number="29">Моисей вӗсене каланӑ: Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пурте кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче Иордан леш енне вӑрҫӑпа кайсассӑн, унти ҫӗре пӑхӑнтарсассӑн, вӗсене Галаад ҫӗрне парӑр;</verse>
				<verse number="30">кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле [Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа каймасассӑн, вӗсен хуҫалӑхне, кил-йышне, выльӑх-чӗрлӗхне хӑвӑр умӑртан Ханаан ҫӗрне ярӑр], вӗсем сирӗнпе пӗрле Ханаан ҫӗрӗнче пай илӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа санӑн чурусене мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр;</verse>
				<verse number="32">кӑрал тытса эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче Ханаан ҫӗрне кайӑпӑр, анчах пирӗн еткер ҫӗр Иорданӑн ҫак енче пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вара Моисей вӗсене — Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене — тата Иосиф ывӑлӗн Манассиян ҫур йӑхне аморрейсен патшийӗн Сигонӑн патшалӑхне, Васан патшийӗн Огӑн патшалӑхне панӑ, ҫав ҫӗре унти хулисемпех — йӗри-таврари хулисемпех — тата пӗтӗм тавралӑхӗпех вӗсене панӑ.</verse>
				<verse number="34">Гад ывӑлӗсем вара Дивон, Атароф, Ароер,</verse>
				<verse number="35">Атароф-Шофан, Иазер, Иогбега,</verse>
				<verse number="36">Беф-Нимра, Беф-Гаран ятлӑ тӗреклӗлетнӗ хуласем тата сурӑх картисем туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="37">Рувим ывӑлӗсем Есевон, Елеале, Кириафаим хулисене</verse>
				<verse number="38">тата кайран ячӗсене улӑштарнӑ Нево, Ваал-Меон хулисене, тата Сивма хулине туса лартнӑ, хӑйсем лартнӑ хулисене ят панӑ.</verse>
				<verse number="39">Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем Галаад ҫӗрне кайнӑ та, ӑна туртса илсе, унта пурӑнакан аморрейсене хӑваласа янӑ;</verse>
				<verse number="40">Моисей вара Галаад ҫӗрне Махира, Манассия ывӑлне, панӑ, вӑл ӗнтӗ унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="41">Манассия ывӑлӗ Иаир та унти ҫынсем пурӑнакан хуласемпе ялсене турта-турта илнӗ, вӗсене Иаир ҫӗрӗсем тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="42">Новах та вӑрҫӑпа кайса Кенаф хулине тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене туртса илнӗ, ӑна хӑйӗн ячӗпе Новах тесе ят панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Моисейпе Аарон ертсе пынипе Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ, йӑхӑн-йӑхӑн хӑйсен ҫар ушкӑнӗсемпе пыракан Израиль халӑхӗ акӑ ӑҫта-ӑҫта чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисей хӑйсен ҫулне, хӑйсем хӑш-хӑш вырӑнта чарӑнса тӑнине ҫырса кӑтартнӑ, вӗсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнсем акӑ ҫаксем:</verse>
				<verse number="3">вӗсем Раамсес хулинчен пӗрремӗш уйӑхра, пӗрремӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче тапранса тухнӑ; Израиль ывӑлӗсем Пасха уявӗн иккӗмӗш кунӗнче ҫирӗп алӑ хӳттипе пӗтӗм Египет куҫӗ умӗнче ҫула тухнӑ;</verse>
				<verse number="4">ҫавӑн чухне Египет халӑхӗ хӑйӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм арҫын ачине пытарнӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнӑ пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсен туррисене ҫапла сут тунӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла вара Израиль халӑхӗ, Раамсес хулинчен тапранса тухса, Сокхоф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Сокхофран кайсассӑн, пушхир хӗрринчи Ефам текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ефамран кайсассӑн, Ваал-Цефон патӗнчи Пи-Гахироф еннелле кайнӑ, унтан Мигдол ҫывӑхӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Гахирофран кайсассӑн, тинӗс варрипе каҫса пушхире ҫитнӗ, вара виҫӗ кун хушши Ефам пушхирӗпе пынӑ, кайран Мерра текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Меррӑран кайсассӑн, Елим текен вырӑна ҫитнӗ; унта вуникӗ ҫӑл [пулнӑ], ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ, вӗсем ҫавӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Елимран кайсассӑн, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Хӗрлӗ тинӗс патӗнчен кайсассӑн, Син пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Син пушхирӗнчен тухсассӑн, Дофка текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Дофкаран кайсассӑн, Алуш текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Алушран кайсассӑн, Рефидим текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ, унта халӑх валли ӗҫме шыв пулман.</verse>
				<verse number="15">Рефидимран кайсассӑн, Синай пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Синай пушхирӗнчен тухсассӑн, Киброт-Гаттаава текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Киброт-Гаттаавӑран кайсассӑн, Асироф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Асирофран кайсассӑн, Рифма патӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Рифмаран кайсассӑн, Римнон-Фарец текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="20">Римнон-Фарецран кайсассӑн, Ливна текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ливнаран кайсассӑн, Рисса текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Риссаран кайсассӑн, Кегелафа текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Кегелафӑран кайсассӑн, Шафер тӑвӗ ҫинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Шафер тӑвӗ патӗнчен кайсассӑн, Харада текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Харадаран кайсассӑн, Макелоф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="26">Макелофран кайсассӑн, Тахаф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Тахафран кайсассӑн, Тарах текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="28">Тарахран кайсассӑн, Мифка текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="29">Мифкаран кайсассӑн, Хашмона текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="30">Хашмонаран кайсассӑн, Мосероф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="31">Мосерофран кайсассӑн, Бене-Яакан текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="32">Бене-Яаканран кайсассӑн, Хор-Агидгад текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="33">Хор-Агидгад патӗнчен кайсассӑн, Иотвафа текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="34">Иотвафа патӗнчен кайсассӑн, Аврон текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="35">Авронран кайсассӑн, Ецион-Гавер текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="36">Ецион-Гавер патӗнчен кайсассӑн, Син пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ. [Син пушхирӗнчен кайсассӑн, Фаран пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ,] ӑна Кадес та теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="37">Кадесран кайсассӑн, Эдом ҫӗрӗ чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="38">Ҫӳлхуҫа хушнипе Аарон священник Ор тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ, вӑл ҫавӑнта вилнӗ, ку Израиль халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни хӗрӗхмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, пиллӗкӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, пулса иртнӗ;</verse>
				<verse number="39">Ор тӑвӗ ҫинче вилнӗ чухне Аарон ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ.</verse>
				<verse number="40">Ханаан патши Арада, Ханаан ҫӗрӗн кӑнтӑр енче пурӑнаканскер, ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсем ҫывӑхарни ҫинчен илтнӗ.</verse>
				<verse number="41">Израиль халӑхӗ Ор тӑвӗ патӗнчен кайсассӑн, Салмон текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="42">Салмонран кайсассӑн, Пунон текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="43">Пунонран кайсассӑн, Овоф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="44">Овофран кайсассӑн, Моав чиккинчи Ийм-Аварим патӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="45">Ийм патӗнчен кайсассӑн, Дивон-Гад текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="46">Дивон-Гад патӗнчен кайсассӑн, Алмон-Дивлафаим текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="47">Алмон-Дивлафаим патӗнчен кайсассӑн, Аварим тӑвӗ ҫинче Нево ҫывӑхӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="48">Аварим тӑвӗ патӗнчен кайсассӑн, Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="49">вӗсем Иордан хӗрринче Моав тӳремлӗхӗнче Беф-Иешимоф хулипе Аве-Ситтим хули хушшинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="50">Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="51">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн,</verse>
				<verse number="52">унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр;</verse>
				<verse number="53">ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп;</verse>
				<verse number="54">еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр;</verse>
				<verse number="55">ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ,</verse>
				<verse number="56">ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: эсир Ханаан ҫӗрне ҫитсе кӗретӗр те — акӑ вӑл, сире пӳрнӗ еткерлӗх ҫӗр, Ханаан ҫӗрӗ, унӑн чиккисем акӑ:</verse>
				<verse number="3">сирӗн кӑнтӑр енӗ Эдом патӗнчи Син пушхирӗнчен пуҫланать, унтан сирӗн кӑнтӑр чикки Тӑварлӑ тинӗс вӗҫӗнчен, тухӑҫ енчен каять,</verse>
				<verse number="4">унтан чикӗ кӑнтӑралла Акравим сӑрчӗ еннелле каять, Син урлӑ каҫать, кӑнтӑр еннелле Кадес-Варни патнелле мӑкӑрӑлса тухать, унтан Гацар-Аддара ҫитиччен пырать, унтан Ацмон урлӑ каҫать;</verse>
				<verse number="5">Ацмонран иртсессӗн, чикӗ Египет шывӗ еннелле каять, вара тинӗс хӗррине тӑсӑлса тухать.</verse>
				<verse number="6">Сирӗн анӑҫ чикки аслӑ тинӗс пулать: анӑҫалла каякан чикӗ пулать ку.</verse>
				<verse number="7">Ҫурҫӗр чикки сирӗн ҫапла пултӑр: ӑна аслӑ тинӗс патӗнчен Ор тӑвӗ патне ҫити тӑсӑр,</verse>
				<verse number="8">Ор тӑвӗ патӗнчен Емаф патне ҫити тӑсӑр, кайран чикӗ Цедад еннелле мӑкӑрӑлса тухӗ;</verse>
				<verse number="9">ку тӗлтен чикӗ Цифрон еннелле каять, Гацар-Енан енне тӑсӑлса тухать: ку сирӗн ҫурҫӗр чикки пулать.</verse>
				<verse number="10">Тухӑҫ чиккине Гацар-Енан патӗнчен Шефам хулине ҫити тӑсӑр,</verse>
				<verse number="11">Шефамран чикӗ Аин хулинчен тухӑҫалла Рибла хули еннелле каять, унтан чикӗ Киннереф тинӗсне тухӑҫ енчен пырса перӗнет;</verse>
				<verse number="12">кайран чикӗ Иордан еннелле каять, Тӑварлӑ тинӗс енне тӑсӑлса тухать. Ҫакӑн пек пур енчен те чикӗллӗ ҫӗр сирӗн пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Моисей Израиль ывӑлӗсене ҫапла тума хушнӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: ҫак ҫӗре Ҫӳлхуҫамӑр тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне пама хушрӗ, эсир ӑна шӑпа тӑрӑх еткерлӗхе валеҫсе парӑр,</verse>
				<verse number="14">мӗншӗн тесессӗн Рувим йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе, Гад йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсен еткер ҫӗрне илчӗҫ:</verse>
				<verse number="15">икӗ йӑх тата ҫур йӑх Иордан леш енче Иерихон тӗлӗнче тухӑҫалла выртакан ҫӗре еткерлӗхе илчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="17">сире ҫак ҫынсем ҫӗр уйӑрса парӗҫ: Елеазар священник тата Нав ывӑлӗ Иисус;</verse>
				<verse number="18">ҫӗр уйӑрмашкӑн тата кашни йӑхран пӗрер пуҫлӑх суйласа илӗр.</verse>
				<verse number="19">Ҫак ҫынсен ячӗсем акӑ: Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="20">Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Самуил, Аммиуд ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="21">Вениамин йӑхӗнчен Елидад, Кислон ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="22">Дан ывӑлӗсен йӑхӗнчен Буккий пуҫлӑх, Иоглий ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="23">Иосиф ывӑлӗсенчен, Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ханниил пуҫлӑх, Ефод ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="24">Ефрем ывӑлӗсен йӑхӗнчен Кемуил пуҫлӑх, Шифтан ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="25">Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Елицафан пуҫлӑх, Фарнак ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="26">Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчен Фалтиил пуҫлӑх, Аззан ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="27">Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ахиуд пуҫлӑх, Шеломий ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="28">Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчен Педаил пуҫлӑх, Аммиуд ывӑлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫа ҫак ҫынсене Ханаан ҫӗрне Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе уйӑрса пама хушнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: вӗсем хӑйсен еткер ҫӗрӗнчен левитсене пурӑнма хуласем уйӑрса паччӑр, левитсене хуласем таврашӗнчи уй-хирсене те парӑр:</verse>
				<verse number="3">хулисем вӗсене пурӑнма пулччӑр, уйӗ-хирӗсем вӗсене выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме, хуҫалӑх тытма, хуҫалӑхра мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма пулччӑр;</verse>
				<verse number="4">хула таврашӗнчи хирсем — левитсене памалли хирсем — хула хӳми патӗнчен пуҫланса пур еннелле те [икӗ] пин чике сарлакӑш сарӑлса выртмалла;</verse>
				<verse number="5">хула хӗрринчен тухӑҫалла икӗ пин чике виҫсе парӑр, кӑнтӑралла та икӗ пин чике, анӑҫалла та икӗ пин чике, ҫурҫӗрелле те икӗ пин чике виҫсе парӑр, хули вара варринче пулӗ: хула ҫумӗнчи уйӗ-хирӗсем вӗсен ҫакӑн пек пулмалла.</verse>
				<verse number="6">Эсир левитсене паракан хуласенчен улттӑшӗ хӳтлӗх хуласем [пулӗҫ], ҫын вӗлерекене унта тарма ирӗк парӑр; кусемсӗр пуҫне левитсене тата хӗрӗх икӗ хула парӑр:</verse>
				<verse number="7">левитсене сирӗн мӗнпурӗ хӗрӗх сакӑр хула памалла, хула ҫумӗнчи уй-хирсене те памалла.</verse>
				<verse number="8">Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗнчен хуласем панӑ чухне пысӑкрах ҫӗрӗнчен — нумайрах, пӗчӗкрех ҫӗрӗнчен сахалрах парӑр; левитсене хуласем уйӑрса панӑ чухне кашни йӑх хӑй илес еткерлӗхне кура уйӑрса патӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="10">Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн,</verse>
				<verse number="11">хӑвӑр валли хӳтлӗх пулмалли хуласем суйласа илӗр, ҫынна ӑнсӑртран вӗлернӗ этем ҫавӑнта тарма пултартӑр;</verse>
				<verse number="12">ҫын вӗлерекене халӑх сучӗ умне тӑратиччен ан вӗлерччӗр тесе, ҫав хуласем [юншӑн] тавӑраканран тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хуласем пулӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Эсир паракан хуласем, хӳтлӗх хуласем, сирӗн улттӑ пулмалла:</verse>
				<verse number="14">виҫӗ хулине Иорданӑн ҫак енче парӑр, виҫӗ хулине Ханаан ҫӗрӗнче парӑр; вӗсем хӳтлӗх хуласем пулмалла;</verse>
				<verse number="15">ҫакӑ ултӑ хула Израиль ывӑлӗсемшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та, сирӗн пата пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пултӑр, ҫынна ӑнсӑртран вӗлернӗ кашни этем унта тарса кайма пултартӑр.</verse>
				<verse number="16">Кам та кам ҫынна тимӗр япалапа вӗлерсе пӑрахмаллах ҫапать, ҫавӑ вара ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла;</verse>
				<verse number="17">кам та кам аллинчи чулпа, вӗлерме пултаракан чулпа, ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ҫавӑ ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла;</verse>
				<verse number="18">вӗлерме пултаракан йывӑҫ япалапа ҫынна вӗлермеллех ҫапакан та ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла;</verse>
				<verse number="19">юншӑн тавӑраканни ҫын вӗлерекене хӑех вӗлерме пултарать: тӗл пулсассӑн ӑна хӑех вӗлерме пултарать;</verse>
				<verse number="20">кам та кам кураймасӑр ҫынна вӗлермеллех чышать е юриех, усал сунса, мӗнпе те пулин персе ӑна вӗлермеллипех тивертет,</verse>
				<verse number="21">е тӑшманлӑха пула ӑна аллипе вӗлермеллех ҫапать пулсассӑн, ҫапакана вилӗм аллине памалла: вӑл ҫын вӗлерекен шутланать; юншӑн тавӑракан ӑна тӗл пулсанах вӗлерме пултарать.</verse>
				<verse number="22">Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="23">е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн,</verse>
				<verse number="24">ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла;</verse>
				<verse number="25">халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр;</verse>
				<verse number="26">ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн,</verse>
				<verse number="27">юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть,</verse>
				<verse number="28">мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="29">Сирӗн ӑрӑвӑрсемшӗн, сирӗн пур килӗрсемшӗн ҫакӑ ҫирӗп йӗрке пултӑр.</verse>
				<verse number="30">Кам та кам ҫын вӗлерчӗ пулсассӑн, ҫын вӗлерекене кӳнтеленсем кӑтартнӑ тӑрӑх вӗлермелле, анчах ҫынна вилӗм аллине пама пӗр кӳнтелен ҫеҫ ҫителӗксӗр.</verse>
				<verse number="31">Ҫын вӗлерекен чунӗшӗн тӳлев ан илӗр, вӑл вилӗмшӗн айӑплӑ, ӑна вилӗм аллине памалла;</verse>
				<verse number="32">хӳтлӗх хулана тарса пытаннӑ ҫынна та тӳлесе ан илӗр, [аслӑ] священник виличчен ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнче пурӑнма ирӗк памалла мар.</verse>
				<verse number="33">Хӑвӑр [пурӑнас] ҫӗре ан ирсӗрлетӗр; юн ҫӗре ирсӗрлетет, ҫӗр хӑй ҫине тӑкӑннӑ юнран ҫак юна тӑкнӑ ҫыннӑн юнӗпе ҫеҫ тасалать.</verse>
				<verse number="34">Хӑвӑр пурӑнакан ҫӗре ирсӗрлетме юрамасть, унта Эпӗ пурӑнатӑп: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче</verse>
				<verse number="2">ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ;</verse>
				<verse number="3">вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет;</verse>
				<verse number="4">Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Моисей вара, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсене ҫапла тума хушнӑ: Иосиф ывӑлӗсен йӑхӗ тӗрӗс калать.</verse>
				<verse number="6">Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла,</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла;</verse>
				<verse number="8">Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ;</verse>
				<verse number="9">еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Салпаад хӗрӗсем ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="11">Салпаад хӗрӗсем Махла, Фирца, Хогла, Милка тата Ноа хӑйсен ашшӗ тӑванӗсен ывӑлӗсене качча тухнӑ;</verse>
				<verse number="12">вӗсем Иосиф ывӑлӗ Манассия ӑрӑвӗн ывӑлӗсене качча тухнӑ, вара вӗсен еткер ҫӗрӗ ашшӗ йӑхӗнчех юлнӑ.</verse>
				<verse number="13">Моав тӳремлӗхӗнче, Иордан хӗрринче, Иерихон тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсене Моисей урлӑ ҫакӑн пек ӳкӗтсемпе йӗркесем панӑ та ӗнтӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="5">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ҫак сӑмахсем вӗсем Моисей пӗтӗм Израиль халӑхне каланӑ сӑмахсем: кӑна вӑл Иордан леш енчи Суфпа тӗлме-тӗл тӳремлӗхри пушхирте, Фаранпа Тофел, Лаван, Асироф тата Дизагав хушшинче,</verse>
				<verse number="2">Хорив тӑвӗ патӗнчен вунпӗр кун кайсассӑн, Сеир тӑвӗнчен Кадес-Варни патнелле выртакан ҫул ҫинче чарӑнса тӑрсассӑн каланӑ.</verse>
				<verse number="3">Египетран тухсассӑн хӗрӗхмӗш ҫулхине, вунпӗрмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Моисей Израилӗн [мӗнпур] ывӑлне Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑйне вӗсем ҫинчен мӗн калама хушнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="4">Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн</verse>
				<verse number="5">Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ!</verse>
				<verse number="7">каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр;</verse>
				<verse number="8">акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ ун чухне сире каларӑм: сире пӗччен ертсе каяймӑп, терӗм;</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сире ӗрчетсе ячӗ, акӑ ӗнтӗ эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑ;</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, сире паянхинчен тата пин хут ытларах йышлӑлантартӑр, сире Хӑй хӑвӑра каланӑ пек пиллетӗр:</verse>
				<verse number="12">сирӗн йывӑрлӑхӑра, сирӗн хӗн-асапӑра, сирӗн хирӗҫӳ-харкашӑвӑрсене манӑн пӗччен мӗнле йӑтса ҫӳрес-ха?</verse>
				<verse number="13">йӑхӑрсем тӑрӑх хӑвӑр валли ӑслӑ, тӑнлӑ, шанчӑклӑ ҫынсем суйласа илӗр те, эпӗ вӗсене сирӗн пуҫлӑхӑрсем туса лартӑп, терӗм.</verse>
				<verse number="14">Эсир мана ҫапла хуравласа каларӑр: лайӑх ӗҫ тума хушатӑн пире, терӗр.</verse>
				<verse number="15">Сирӗн йӑхӑрсенчен эпӗ аслисене, ӑслӑ, [тӑнлӑ,] шанчӑклӑ ҫынсене илтӗм те вӗсене сирӗн пуҫлӑхӑрсем — пинпӳ, ҫӗрпӳ, алпӳ, вунпӳ тата йӑхӑрсем тӑрӑх халӑха пӑхса тӑраканӗсем — туса лартрӑм.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне эпӗ сирӗн тӳресене хушса каларӑм: хӑвӑр тӑванӑрсене тӗплӗн тӑнласа, тӑванпа тӑвана та, ун патне ютран килнӗ ҫынна та тӗрӗс сут тӑвӑр;</verse>
				<verse number="17">сутра ҫынсене уйӑрса ан тӑрӑр, кӗҫӗнни-аслине пӑхмасӑр итлӗр: ҫынни мӗнлинчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн сут — Турӑ ӗҫӗ; хӑвӑршӑн йывӑр ӗҫе вара ман патӑма ҫитерӗр те, эпӗ ӑна итлесе пӑхӑп, терӗм.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑн чухне эпӗ сире хӑвӑр мӗн тумаллине пӗтӗмпех каларӑм.</verse>
				<verse number="19">Эпир вара, Ҫӳлхуҫа, Туррӑмӑр, хушнӑ пек, Хорив тӑвӗ патӗнчен тапранса тухрӑмӑр та хӑвӑр курнӑ аслӑ та хӑрушӑ пушхир тӑрӑх Аморрей тӑвӗ еннелле выртакан ҫулпала килтӗмӗр, ҫапла Кадес-Варние ҫитрӗмӗр.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ вара сире каларӑм: эсир Аморрей тӑвӗ патне килсе ҫитрӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, ӑна пире парать;</verse>
				<verse number="21">акӑ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре сана парать, пыр, хӑвна Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, каланӑ пек, ӑна еткерлӗхе ил, ан хӑра, сехӗрленсе ан тӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="22">Анчах эсир пурсӑр та ман патӑма пырса тӑтӑр та каларӑр: хамӑртан малтан ҫынсем ярар: вӗсем ҫав ҫӗре пӑхса ҫаврӑнччӑр та хамӑр каяс ҫул ҫинчен, хамӑр ҫитес хуласем ҫинчен пӗлсе килччӗр, терӗр.</verse>
				<verse number="23">Ҫак сӑмах мана килӗшрӗ, эпӗ вара сирӗнтен вуникӗ ҫын, [кашни] йӑхран пӗрер ҫын, суйласа илтӗм.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем кайрӗҫ, вӗсем унта ту ҫине улӑхса Есхол айлӑмӗ патне ҫитнӗ, ӑна пӑхса ҫаврӑннӑ;</verse>
				<verse number="25">ҫав ҫӗрӗн ҫимӗҫӗсене пирӗн пата илсе килчӗҫ, хыпарпа таврӑнса ҫапла каларӗҫ: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире паракан ҫӗр лайӑх ҫӗр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Анчах эсир каяс темерӗр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнине хирӗҫ пултӑр,</verse>
				<verse number="27">хӑвӑр чатӑрӑрсенче ӳпкелешсе калаҫрӑр: Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен курайманнипе, аморрейсен аллине парас та пӗтерсе тӑкас тесе илсе тухрӗ;</verse>
				<verse number="28">ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? пирӗн тӑванӑмӑрсем «вӑл халӑх пирӗнтен нумайрах, [йышлӑрах,] пӗвӗпе те ҫӳллӗрех, унти хуласем пысӑк, вӗсене тӳпенех ҫитекен хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене те куртӑмӑр» тесе чӗремӗре хавшатсах пӑрахрӗҫ, терӗр.</verse>
				<verse number="29">Эпӗ вара каларӑм сире: ан хӑрӑр, ан шикленӗр вӗсенчен;</verse>
				<verse number="30">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗн умӑртан пырать; Вӑл хӑвӑр куҫӑр умӗнче сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, Вӑл сирӗншӗн Египетра та ҫапла турӗ,</verse>
				<verse number="31">эсӗ куртӑн ӗнтӗ, ҫакӑ пушхирте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑр килнӗ пӗтӗм ҫулӑр тӑршшӗпех, ҫак вырӑна ҫитичченех, этем хӑйӗн ывӑлне ҫӗклесе ҫӳренӗ пек йӑтса килчӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="32">Анчах капла та эсир Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗненмерӗр.</verse>
				<verse number="33">Вӑл вара сирӗн валли чарӑнса тӑмалли вырӑн шыраса сирӗн умӑртан, эсир утас ҫула кӑтартса, ҫӗрле — вут ӑшӗнче, кӑнтӑрла пӗлӗт ӑшӗнче пычӗ.</verse>
				<verse number="34">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн сӑмахӑрсене илтрӗ те ҫилленсе кайрӗ, вара тупа туса ҫапла каларӗ:</verse>
				<verse number="35">ҫак ҫынсенчен, ҫак усал ӑруран, пӗри те Эпӗ сирӗн аҫӑрсене памашкӑн тупа тунӑ ырӑ ҫӗре кураймӗ;</verse>
				<verse number="36">Халев — Иефонния ывӑлӗ — анчах курӗ ӑна; Ҫӳлхуҫана итленӗшӗн хӑй утса тухнӑ ҫӗре Эпӗ ӑна тата унӑн ывӑлӗсене парӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="37">Сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа мана та ҫилленчӗ: унта эсӗ те кӗреймӗн, терӗ;</verse>
				<verse number="38">сан ҫумӑнти Иисус, Нав ывӑлӗ, ҫавӑ кӗрӗ унта; ҫавна тӗреклӗлет, Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрне еткерлӗхе илме вӑл ертсе кӗрӗ;</verse>
				<verse number="39">сирӗн ачӑрсем, хӑвӑр «вӗсем тӑшман аллине лекӗҫ» тенӗ ачӑрсем, тата сирӗн халӗ ырра та, усала та пӗлмен ывӑлӑрсем кӗрӗҫ унта, ҫав ҫӗре вӗсене паратӑп, ӑна вӗсем йышӑнӗҫ;</verse>
				<verse number="40">эсир вара каялла ҫаврӑнӑр та Хӗрлӗ тинӗс еннелле выртакан ҫулпа пушхире кайӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="41">Ҫавӑн чухне эсир мана ҫапла хуравласа каларӑр: эпир Ҫӳлхуҫа, [хамӑр Туррӑмӑр,] умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, хушнӑ пек акӑ каятпӑр та ҫапӑҫатпӑр, терӗр. Вара эсир, кашниех пилӗкрен хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне ҫакса ярса, ӑссӑрла, ту ҫине улӑхса кайма шухӑш тытрӑр.</verse>
				<verse number="42">Анчах Ҫӳлхуҫа каларӗ мана: кала вӗсене: ан улӑхӑр, ан ҫапӑҫӑр, те, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн хушшӑрта ҫук, апла сире тӑшманӑртан ҫӑлаканӗ пулмӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="43">Эпӗ сире каларӑм, анчах эсир итлемерӗр, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫ тӑтӑр, пӗрех хӑвӑр шутланӑ пек туса ту ҫине улӑхса кайрӑр.</verse>
				<verse number="44">Ҫав ту ҫинче пурӑнакан Аморрей сире хирӗҫ тӑрса тухрӗ те, тапӑнакан пыл хурчӗсем пек хӑваласа, сире Сеир сӑртлӑхӗ ҫинче мӗн Хормана ҫитичченех пӗтерсе пычӗ.</verse>
				<verse number="45">Эсир каялла таврӑнтӑр та Ҫӳлхуҫа умӗнче куҫҫулӗ тӑкрӑр, анчах Ҫӳлхуҫа эсир ӳлесе йӗнине илтмерӗ, сире тӑнламарӗ.</verse>
				<verse number="46">Эсир вара Кадесра хӑвӑр унта мӗн хушӑ тӑтӑр, ҫавӑн чухлех, нумай вӑхӑт, пурӑнтӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эпир каялла ҫаврӑнтӑмӑр та, хама Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, пушхире Хӗрлӗ тинӗс патнелле тухса кайрӑмӑр, Сеир тӑвӗ йӗри-тавра чылай вӑхӑт ҫӳрерӗмӗр.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ:</verse>
				<verse number="3">ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр;</verse>
				<verse number="4">халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ;</verse>
				<verse number="5">анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ;</verse>
				<verse number="6">апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр;</verse>
				<verse number="7">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпир вара хамӑр тӑванӑмӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫумӗнчен тӳремлӗхри ҫулпа Елаф хули патӗнчен тата Ецион-Гавер хули патӗнчен иртрӗмӗр те Моав пушхирӗ еннелле пӑрӑнса кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Моавпа хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр; унӑн ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Ар хулине Эпӗ Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ, терӗ;</verse>
				<verse number="10">унччен унта эмимсем — аслӑ та йышлӑ халӑх, Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем — пурӑннӑ,</verse>
				<verse number="11">рефаимсем хушшинче вӗсем Енак ывӑлӗсем пек шутланнӑ; моавсем вара вӗсене эмимсем теҫҫӗ;</verse>
				<verse number="12">Сеир тӑвӗ ҫинче ӗлӗк хоррейсем пурӑннӑ; анчах Исав ывӑлӗсем вӗсене унтан хӑваласа ярса хӑйсен куҫӗ умӗнчен пӗтерсе тӑкнӑ та вӗсен вырӑнне вырӑнаҫнӑ — Израиль йӑхӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа еткерлӗхе панӑ ҫӗре йышӑннӑ пек вырӑнаҫнӑ;</verse>
				<verse number="13">ҫапла ӗнтӗ, тапранса тухӑр та Заред айлӑмӗпе иртӗр, терӗ Туррӑмӑр. Эпир Заред айлӑмӗпе иртрӗмӗр.</verse>
				<verse number="14">Эпир Кадес-Варние кайнӑранпа, Заред айлӑмӗпе иртнӗренпе вӑтӑр сакӑр ҫул иртсе кайрӗ, вӑрҫа ҫӳрекенсенчен пирӗн тапӑрта, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсене тупа туса каланӑ пекех, пӗр ҫын та юлмарӗ;</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа алли те, вӗсене халӑх хушшинчен пӗри юлмиччен вӗлерсе пӗтерес тесе, вӗсем ҫинчех тӑчӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑрҫа ҫӳрекенсем халӑх хушшинчен пӗр ҫын юлми вилсе пӗтсессӗн,</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ:</verse>
				<verse number="18">эсӗ халӗ Моав чикки тӗлӗнчен, Ар хули тӗлӗнчен, иртсе пыратӑн,</verse>
				<verse number="19">аммонсем патне ҫывӑхарса ҫитрӗн; вӗсемпе хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӑл ҫӗре Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ;</verse>
				<verse number="20">вӑл рефаимсен ҫӗрӗ шутланнӑ; ӗлӗк унта рефаимсем пурӑннӑ; аммонсем вара вӗсене замзумимсем теҫҫӗ;</verse>
				<verse number="21">вӗсем — аслӑ та йышлӑ халӑх — Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене аммонсем умӗнчен пӗтерсе тӑкрӗ те, аммонсем вара, вӗсене хӑваласа ярса, вӗсен ҫӗрӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ,</verse>
				<verse number="22">Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсемшӗн те Вӑл ҫавӑн пекех тунӑччӗ, вӗсен куҫӗ умӗнчен хоррейсене пӗтерсе пӑрахнӑччӗ, Исав ывӑлӗсем вара, вӗсене хӑваласа кӑларса, вӗсен ҫӗрне вырӑнаҫрӗҫ, паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="23">Газа хули патне ҫитиех ларса тухнӑ ялсенче пурӑннӑ аввейсене те Кафтортан тухса килнӗ кафторимсем пӗтерсе тӑкрӗҫ те вӗсен вырӑнӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Тапранӑр, ҫула тухӑр, Арнон юхӑм шывӗ урлӑ каҫӑр; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей ҫыннине — тата унӑн ҫӗрне паратӑп; ҫав ҫӗре ярса илме хатӗрлен, унпа вӑрҫӑ вӑрҫ;</verse>
				<verse number="25">ҫак кунран тытӑнса Эпӗ тӳпе айӗнчи пур халӑха та сан умӑнта хӑратса та сехӗрлентерсе тӑрӑп; сан ҫинчен илтнисем чӗтресе, санран сехӗрленсе ӳкӗҫ, терӗ Турӑ.</verse>
				<verse number="26">Эпӗ вара Кедемоф пушхирӗнчен Сигон патне, Есевон патши патне, ҫапла тату сӑмах калама элчӗсем ятӑм:</verse>
				<verse number="27">мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ иртме ирӗк парсамччӗ; эпӗ ҫулпа кайӑп, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнса кӗмӗп;</verse>
				<verse number="28">апат-ҫимӗҫне мана кӗмӗлле сут, эпӗ ҫийӗп, ӗҫмелли шывне те мана кӗмӗлле пар, эпӗ ӗҫӗп, эпӗ урапа анчах утса иртӗп —</verse>
				<verse number="29">Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсем те, Ар хулинче пурӑнакан моавсем те мана ҫавӑн пек тума ирӗк пачӗҫ, манӑн Иордан урлӑ каҫса хамӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр паракан ҫӗр ҫине ҫитмелле тесе калама хушрӑм.</verse>
				<verse number="30">Анчах Сигон, Есевон патши, пире хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ ирттерме килӗшмерӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ӑна санӑн аллуна парас тесе унӑн кӑмӑлне хытарнӑ, чӗрине хаярлатнӑ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫамӑр мана каларӗ: акӑ Эпӗ Сигона [Есевон патшине, аморрей ҫыннине,] тата унӑн ҫӗрне сана пама пуҫлатӑп; унӑн ҫӗрне алла илме тытӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="32">Сигон [Есевон патши] вара хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе Яаца хули патне пире хирӗҫ ҫапӑҫма тухрӗ;</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, ӑна [пирӗн алла] ӳкерчӗ, эпир ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те, унӑн пӗтӗм халӑхне те ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр,</verse>
				<verse number="34">ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр, мӗнпур хулине, арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех тупаларӑмӑр, пӗр ҫынна та чӗрӗ хӑвармарӑмӑр;</verse>
				<verse number="35">хамӑр валли тупӑш вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне анчах, хамӑр ҫӗнтернӗ хуласенче мӗн туртса илнине анчах илтӗмӗр.</verse>
				<verse number="36">Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароер хулинчен тата айлӑмра ларакан хуларан пуҫласа Галаад [тӑвӗ] патне ҫитичченех эпир ҫӗнтереймен хула юлмарӗ: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пурне те [пирӗн аллӑмӑра] пачӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, [пире] пыма хушман вырӑна ҫеҫ — аммонсен ҫӗрӗ патне, Иавок юхӑм шывӗ [ҫывӑхӗнчи] вырӑнсем патне, ту ҫинчи хуласем патне ҫеҫ — пымарӑн эсӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эпир унтан каялла ҫаврӑнтӑмӑр та Васан патнелле кайрӑмӑр, пире хирӗҫ Ог — Васан патши — хӑйӗн мӗнпур халӑхӗпе Едреи хули патӗнче вӑрҫӑпа тухрӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: унран ан хӑра, Эпӗ ӑна, унӑн халӑхне те, унӑн ҫӗрне те пӗтӗмпех санӑн аллуна парӑп, эсӗ вара ӑна Есевон хулинче пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине, мӗн кӑтартнӑ, ҫавнах кӑтартӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Ога — Васан патшине — тата унӑн пӗтӗм халӑхне пирӗн алла пачӗ; эпир ӑна ҫапса аркатрӑмӑр, ҫапла унӑн ҫыннисенчен пӗри те чӗрӗ юлмарӗ;</verse>
				<verse number="4">ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр; вӗсен эпир илмен хула юлмарӗ: утмӑл хула, пӗтӗм Аргов ҫӗрӗ, Васан патшин Огӑн патшалӑхӗ;</verse>
				<verse number="5">ҫак хуласене пурне те ҫӳллӗ хӳмесемпе, хапхасемпе, сӑлӑпсемпе тӗреклӗлетнӗччӗ, вӗсемсӗр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӗреклӗлетмен хулаччӗ;</verse>
				<verse number="6">эпир вӗсене тупаларӑмӑр, Сигонӑн — Есевон патшин — кашни хулине арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех пӗтерсе тухнӑ пек тупаларӑмӑр;</verse>
				<verse number="7">анчах мӗнпур выльӑхне тата хуласенче мӗн туртса илнине хамӑр валли тупӑш вырӑнне хӑвартӑмӑр.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑн чухне эпир аморрейсен икӗ патшин аллинчен ҫак ҫӗре, Иордан ку енчи Арнон юхӑм шывӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран тӑсӑлакан ҫӗре, —</verse>
				<verse number="9">Сидон ҫыннисем Ермона Сирион теҫҫӗ, аморрейсем ӑна Сенир теҫҫӗ, —</verse>
				<verse number="10">тӳремлӗхри мӗнпур хулана, пӗтӗм Галаада, Салха хулинчен пуҫласа Едреи хулине ҫитиччен пӗтӗм Васана, Васан патши Ог патшалӑхӗн хулисене туртса илтӗмӗр;</verse>
				<verse number="11">ӗнтӗ рефаимсенчен Ог, Васан патши, анчах тӑрса юлнӑччӗ. Авӑ унӑн вырӑнӗ, тимӗртен тунӑскер, вӑл халӗ те Раввӑра, Аммон ывӑлӗсем патӗнче: унӑн тӑршшӗ, арҫын чикипе, тӑхӑр чике, сарлакӑшӗ — тӑватӑ чике.</verse>
				<verse number="12">Ҫак ҫӗре эпир ун чухне Арнон юхӑм шывӗ патӗнчи Ароертан пуҫласах илтӗмӗр; вара Галаад тӑвӗн ҫуррине, хули-мӗнӗпе, эпӗ Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне патӑм;</verse>
				<verse number="13">Галаадӑн юлашки пайне тата пӗтӗм Васана, Ог патшалӑхне, эпӗ Манассиян ҫур йӑхне патӑм, ӑна пӗтӗм Аргов ҫӗрӗпе пӗтӗм Васана патӑм. [Ӑна рефаимсен ҫӗрӗ теҫҫӗ.]</verse>
				<verse number="14">Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах;</verse>
				<verse number="15">Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм;</verse>
				<verse number="16">Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре,</verse>
				<verse number="17">ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑн чухне эпӗ сире ҫапла хушса каларӑм: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫак ҫӗре сире еткерлӗхе пачӗ; ҫапӑҫма пултаракансем пурте, вӑрҫа хатӗрленсе, хӑвӑрӑн тӑванӑрсенчен — Израиль ывӑлӗсенчен — малта пырӑр;</verse>
				<verse number="19">арӑмӑрсемпе ачӑрсем анчах, выльӑх-чӗрлӗхӗр анчах [эпӗ сирӗн выльӑх нумаййине пӗлетӗп] эпӗ хӑвӑра панӑ хуласенче юлччӑр,</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн тӑванӑрсене, сире хӑвӑра панӑ пек, тӑнӑҫлӑх париччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑйсене Иордан леш енче паракан ҫӗре еткерлӗхе иличчен вӗсемпе пӗрле пулӑр; вара кашнийӗ эпӗ сире панӑ еткер ҫӗрӗре таврӑнӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="21">Иисуса та эпӗ ун чухне ҫапла астутарса каласа хутӑм: санӑн куҫу Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫав икӗ патшана мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех курчӗ; эсӗ иртсе тухас патшалӑхсене те Ҫӳлхуҫа ҫавнах кӑтартӗ;</verse>
				<verse number="22">вӗсенчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑй сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫать, терӗм.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ ун чухне Ҫӳлхуҫана кӗлтуса ҫапла каларӑм:</verse>
				<verse number="24">эй Ҫӳлхуҫа Патша, Эсӗ Хӑвӑн чуруна Хӑвӑн аслӑлӑхна, [Хӑвӑн хӑватна,] Хӑвӑн ҫирӗп аллуна [тата пысӑк вӑйна] кӑтарта пуҫларӑн; ӗнтӗ тӳпере, ҫӗр ҫинче Эсӗ тунӑ пек ӗҫсем тума пултараканӗ, Сан пек хӑватлӑскер мӗнле турӑ пур-ши тата?</verse>
				<verse number="25">мана Иордан урлӑ каҫса леш енчи ҫав ырӑ ҫӗре, ҫав хӳхӗм тӑва тата Ливана курма парсамччӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="26">Анчах сире пула Ҫӳлхуҫа мана ҫилленнӗччӗ те мана тӑнламарӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: ҫитӗ сана, ҫакӑн ҫинчен Мана урӑх ан кала;</verse>
				<verse number="27">Фасга тӑвӗн тӑррине хӑпар та хӑвӑн куҫупа тинӗс енне, ҫурҫӗр енне, кӑнтӑр енне, тухӑҫ енне пӑхса ил, хӑвӑн куҫупа ху курса юл, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак Иордан леш енне каҫаймастӑн;</verse>
				<verse number="28">Иисуса вӗрентсе хӑвар, ӑна вӑй илме, ҫирӗп тӑма пар; ӗнтӗ вӑл халӑх умӗнчен пырӗ, вӑлах эсӗ хӑвӑн куҫупа ху курас [пӗтӗм] ҫӗре халӑха пайӑн-пайӑн валеҫсе парӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="29">Эпир вара айлӑмра, Беф-Фегор хулипе тӗлме-тӗл, чарӑнса тӑтӑмӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эппин, Израиль, йӗркесемпе саккунсем итле: сирӗн чӗрӗ юлмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсен Турри, хӑвӑра [еткерлӗхе] паракан ҫӗре кайса ӑна ӗмӗрлӗхе илмелле пултӑр тесе, [паян] эпӗ сире ҫав йӗркесемпе саккунсене мӗнле тытса тӑмаллине вӗрентӗп;</verse>
				<verse number="2">эпӗ сире калани ҫумне нимӗн те ан хушӑр, унран нимӗн те кӑларса ан пӑрахӑр; эпӗ сире [паян] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ӳкӗчӗсене пӗлтеретӗп, эсир ҫав ӳкӗтсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа [пирӗн Туррӑмӑр] Ваал-Фегора мӗн тунине эсир йӑлтах куртӑр: Ваал-Фегор хыҫҫӑн кайнӑ кирек хӑш ҫынна та Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сирӗн хушшӑртан пӗтерсе пӑрахрӗ;</verse>
				<verse number="4">эсир вара — Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫумне ҫыпӑҫнисем — пурсӑр та паян кун та чӗрӗ.</verse>
				<verse number="5">Акӑ эпӗ сире, Ҫӳлхуҫа, хамӑн Туррӑм, хама хушнӑ пек, хӑвӑр аллӑра илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн мӗнле пурӑнмаллине кӑтартакан йӗркесемпе саккунсене вӗрентрӗм;</verse>
				<verse number="6">ҫапла ӗнтӗ вӗсене астуса тӑрса, пурӑнӑҫласа пырӑр: ытти халӑхсем умӗнчи сирӗн ӑсӑр, сирӗн тӑнӑр ҫакӑнта пулӗ; вӗсем вара, ҫак йӗркесем ҫинчен илтсессӗн: ҫак аслӑ халӑх ҫеҫ ӑслӑ халӑх, тӑнлӑ халӑх, тейӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Мӗншӗн тесессӗн, кирек хӑҫан асӑнсассӑн та, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире ҫывӑх тӑрать, ҫавӑн пек хӑйне ҫывӑх тӑракан турӑллӑ аслӑ халӑх пур-ши тата?</verse>
				<verse number="8">эпӗ паян сире сӗнекен ҫак пӗр пӗтӗм саккун пек тӗрӗс йӗркесемпе саккунсем мӗнле аслӑ халӑхӑн пур-ши тата?</verse>
				<verse number="9">Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар,</verse>
				<verse number="10">ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Эсир ҫывӑхартӑр та ту айне пырса тӑтӑр, тӑвӗ вара тӳпене ҫитичченех вут-ҫулӑмпа ялкӑшса ҫунатчӗ, сӗм тӗттӗмччӗ, пӗлӗт тата сӗмлӗх тӑратчӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа сирӗнпе [ту ҫинче тӑрса] вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫрӗ; эсир [Унӑн] сассине илтсе тӑтӑр, анчах сӑнне курмарӑр, сассине ҫеҫ илтсе тӑтӑр;</verse>
				<verse number="13">Вӑл сире Хӑйӗн халалне пӗлтерчӗ, сире Хӑйӗн ҫав вунӑ ӳкӗчӗ вӗрентнӗ пек пурӑнма хушрӗ, ӑна Вӑл икӗ чул хӑма ҫине ҫырса пачӗ;</verse>
				<verse number="14">хӑвӑр аллӑра ҫӗнтерсе илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн Турӑ хунӑ йӗркесемпе саккунсем тӑрӑх пурӑнмалла, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа мана ҫавӑн чухне вӗсене сире вӗрентсе хӑварма хушрӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман,</verse>
				<verse number="16">ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем,</verse>
				<verse number="17">ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки,</verse>
				<verse number="18">ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр;</verse>
				<verse number="19">санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.</verse>
				<verse number="20">Сире вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ], Хӑй еткерлӗхӗн халӑхӗ пултӑр тесе, тимӗр кӑмакаран, Египетран, илсе тухрӗ — халӗ ӗнтӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мана сирӗншӗн ҫилленчӗ те, эпӗ Иордан леш енне каҫаймасса, эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана еткерлӗхе паракан ырӑ ҫӗре ҫитеймессе тупа туса каларӗ;</verse>
				<verse number="22">эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчех, Иордан леш енне каҫаймасӑрах, вилӗп, эсир вара унта каҫса ҫав ырӑ ҫӗре хӑвӑр аллӑра илетӗр.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑрпа хывнӑ халала манасран сыхланӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ пек, хӑвӑр валли темӗскерле йӗрӗхсем тӑвасран сыхланӑр,</verse>
				<verse number="24">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, кӗвӗҫекен Турӑ.</verse>
				<verse number="25">Эхер те санӑн ывӑлусем ҫуралсассӑн, [хӑвӑн] ывӑлусен ывӑлӗсем ҫуралсассӑн, унтан эсир ҫӗр ҫинче чылайччен пурӑннӑ майӑн ирсӗрленсе кайса пӗр-пӗр суя туррӑн ӗлкине тусассӑн, ҫак усал ӗҫе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, куҫӗ умӗнче туса Ӑна ҫиллентерсе ярсассӑн,</verse>
				<verse number="26">тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп сире паян: эсир Иордан леш енне каҫса еткерлӗхе илес ҫӗрӗре часах ҫухататӑр; унта нумай вӑхӑт пурӑнаймастӑр, пӗтетӗр;</verse>
				<verse number="27">вара Ҫӳлхуҫа сире [пур] тӗрлӗ халӑх хушшине сапаласа ярӗ, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫитерсе хӑварнӑ халӑхсем хушшинче эсир пӗчӗк йышлӑн тӑрса юлатӑр;</verse>
				<verse number="28">унта эсир [урӑх] турӑсене, этем алли йывӑҫран тата чултан тунӑскерсене, пӑхӑнса пурӑнатӑр: вӗсем курмаҫҫӗ те, илтмеҫҫӗ те, апат та ҫимеҫҫӗ, шӑршӑ та пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Анчах эсӗ унта Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, шырама тытӑнсассӑн, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа шырасассӑн, [Ӑна] шыраса тупӑн.</verse>
				<verse number="30">Хуйхӑ-асап ҫитсессӗн — вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл санӑн патна пӗтӗмпех килсе тӑрӗ — эсӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, енне ҫаврӑнӑн та Унӑн сассине итлӗн.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — [ырӑ,] хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ; Вӑл сана пӑрахмӗ, пӗтерсе те тӑкмӗ, хӑвӑр аҫӑрсемпе хывнӑ халала манмӗ, ӑна Вӑл вӗсене тупа туса ҫирӗплетсе панӑ.</verse>
				<verse number="32">Хӑвӑнтан малтанах пулнӑ саманасемпе ӗмӗрсенчен — Турӑ ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑ кунранпах пыракан, тӳпен пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиех тӑсӑлакан вӑхӑтран — ыйт-ха: ҫак аслӑ ӗҫпе танлашаканни мӗн те пулин пулнӑ-и, илтнӗ-и ун пекки ҫинчен?</verse>
				<verse number="33">вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан [чӗрӗ] Туррӑн сассине эсӗ илтнӗ пек тата [мӗнле те пулин халӑх] илтнӗ-и, ҫапла илтсе чӗрӗ юлнӑ-и?</verse>
				<verse number="34">Е мӗнле те пулин турӑ, санӑн куҫу умӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗншӗн Египетра тунӑ пек — асапсем ярса, паллӑсем, хӑватсем кӑтартса, вӑрҫӑпа, тӗреклӗ аллипе, хӑватлӑ вӑйӗпе, хӑрушла сехӗрлентерсе — урӑх халӑх хушшинчен хӑй валли халӑх ҫӑлса тухма пикенсе пӑхнӑ-и?</verse>
				<verse number="35">Сана ҫакна пӗлтерме кӑтартнӑ, пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫеҫ чӑн Турӑ, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук;</verse>
				<verse number="36">вӗрентмешкӗн Вӑл сана Хӑйӗн тӳперен калаҫакан сассине илтме пачӗ, ҫӗр ҫинче сана Хӑйӗн хӑватлӑ вутне-ҫулӑмне кӑтартрӗ, эсӗ Унӑн сӑмахӗсене вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗн;</verse>
				<verse number="37">санӑн аҫусене юратнӑран тата [сире,] вӗсем хыҫҫӑн юлас ӑрӑва, суйласа илнӗрен Вӑл сана Египетран Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе Хӑй илсе тухрӗ,</verse>
				<verse number="38">ҫакна Вӑл сан умӑнтан хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене хӑваласа ярас, сана вӗсен ҫӗрне кӗртес, вӗсен ҫӗрне еткерлӗхе парас тесе турӗ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.</verse>
				<verse number="39">Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр, чӗрӳне хыв: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ, [Унсӑр пуҫне] урӑххи ҫук;</verse>
				<verse number="40">Унӑн эпӗ халӗ сана каласа хӑваракан йӗркисене, Унӑн ӳкӗчӗсене астуса тӑр: сана хӑвна та, хӑвӑн хыҫҫӑн санӑн ывӑлусене те лайӑх пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна яланлӑхах паракан ҫӗр ҫинче санӑн нумай ҫул пурӑнмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="41">Ҫавӑн чухне Моисей Иорданӑн ку енче, тухӑҫалла, виҫӗ хула уйӑрса илнӗ,</verse>
				<verse number="42">ҫын вӗлерекен, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерме шухӑшламасӑр, ӑнсӑртран, ӗнер те, виҫӗмкун та уншӑн тӑшман пулман халлӗнех вӗлернӗскер, ҫав виҫӗ хуларан пӗр хулине тарса чӗрӗ юлма пултартӑр, тенӗ;</verse>
				<verse number="43">хулисем ҫаксем: Рувим йӑхӗ илнӗ тӳремлӗхри пушхирте ларакан Бецер хули, Гад йӑхӗ илнӗ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф тата Манассия йӑхӗ илнӗ Васан ҫӗрӗнчи Голан.</verse>
				<verse number="44">Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ;</verse>
				<verse number="45">хӑйсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Моисей Израиль ывӑлӗсене [пушхирте] каланӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем ҫаксем ӗнтӗ;</verse>
				<verse number="46">ҫакна вӑл Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иордан леш енче, Беф-Фегорпа тӗлме-тӗл выртакан айлӑмра, хӑй Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ҫапса салатнӑ Сигон ҫӗрӗнче — Есевонра пурӑннӑ аморрейсен патшийӗн ҫӗрӗнче — каласа панӑ.</verse>
				<verse number="47">Вӗсем вара ҫав ҫӗре тата Ог — Васан патши — ҫӗрне, амморейсен икӗ патшийӗн ҫӗрне, Иорданӑн леш енче хӗвелтухӑҫнелле выртакан ҫӗре</verse>
				<verse number="48">Арнон юхӑм шывӗ хӗрринче ларакан Ароер хулинчен пуҫласа Сион тӑвӗ таран — вӑлах Ермон тӑвӗ —</verse>
				<verse number="49">тата Иордан ку енчи тухӑҫалла выртакан пӗтӗм тӳремлӗхе Фасга тӑвӗ патӗнчи тӳремлӗхри тинӗс хӗррине ҫитичченех хӑйсен аллине илнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Моисей мӗнпур Израиль халӑхне чӗнсе пухнӑ та каланӑ: эй Израиль, итле, эпӗ паян сире хӑлхӑра кӗрсе юлччӑр тесе каласа паракан йӗркесемпе саккунсене итле, вӗсене вӗренсе ҫит те тытса тӑма тӑрӑш.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хорив тӑвӗ ҫинче пирӗнпе халал хыврӗ;</verse>
				<verse number="3">ҫакӑ халала Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттемӗрсемпе мар, пирӗнпе, ҫакӑнта паян чӗрӗ тӑракансемпе, хыврӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа сирӗнпе ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен куҫа-куҫӑн калаҫрӗ;</verse>
				<verse number="5">эпӗ вара ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫапа сирӗн хушшӑрта тӑтӑм, сире Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне тепӗр хут каласа пытӑм, мӗншӗн тесессӗн эсир вут-ҫулӑмран хӑраса ту ҫине улӑхмарӑр. Вӑл ҫавӑн чухне ҫапла каларӗ:</verse>
				<verse number="6">Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана Египет ҫӗрӗнчен, ху чура пулса пурӑннӑ ҫуртран, илсе тухнӑ Турӑ.</verse>
				<verse number="7">Манӑн умӑмра санӑн урӑх турӑсем ан пулччӑр.</verse>
				<verse number="8">Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн ӗлкине, кӗлеткине ан ту,</verse>
				<verse number="9">вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене пӑхӑнса ан тӑр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ, Хама курайманнисене ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене те виҫӗ-тӑватӑ сыпӑкчен хаса паратӑп,</verse>
				<verse number="10">Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнакансене Эпӗ пин сыпӑка ҫити ырӑлӑх туса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн: Ҫӳлхуҫа [Турру] Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, шӑматкуна уяма астуса тӑр;</verse>
				<verse number="13">ултӑ кун ӗҫле, хӑвӑн пур тӗрлӗ ӗҫне туса тӑр,</verse>
				<verse number="14">ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑматкун пултӑр: [вӑл кун] эсӗ ху та, ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхӳ те, ютран килнӗ ҫын та, сан патӑнта пурӑнаканскер, нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, санӑн арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччӑр;</verse>
				<verse number="15">ан ман, [эсӗ] Египет ҫӗрӗнче чура пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе сана унтан илсе тухнӑ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана шӑматкуна уяса, [упраса тӑма] хушнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна хушнӑ пек, аҫупа аннӳне хисепле, вара кунҫулу вӑрӑм килӗ, хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗр ҫинче сана лайӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Ан вӗлер.</verse>
				<verse number="18">Ан аскӑнлан.</verse>
				<verse number="19">Ан вӑрла.</verse>
				<verse number="20">Ҫывӑх ҫынну ҫинчен суя ан кӳнтеле.</verse>
				<verse number="21">Ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн, унӑн уй-хирне те, унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, унӑн вӑкӑрне те, ашакне те, [нимӗнле выльӑх-чӗрлӗхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗне те ан хапсӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫак сӑмахсене Ҫӳлхуҫа сирӗн пухӑннӑ мӗнпур халӑхӑра ту ҫинчен, вут-ҫулӑм, пӗлӗт, сӗмлӗх [тата ҫил-тӑвӑл] ӑшӗнчен аслати пек хӑватлӑ сасӑпа каласа пачӗ, вара урӑх каламарӗ, ҫав сӑмахсене икӗ чул хӑма ҫине ҫырса мана пачӗ.</verse>
				<verse number="23">Сӗмлӗхрен сасӑ илтсессӗн, ту вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑнӑ вӑхӑтра эсир, сирӗн мӗнпур ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннӑрсем, ман патӑма пырса тӑтӑр та</verse>
				<verse number="24">ҫапла каларӑр: акӑ Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире Хӑйӗн мухтавлӑхне, Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартрӗ, эпир Унӑн сассине вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗмӗр; паян эпир Турӑ этемпе калаҫнине, этемми вара чӗрех юлнине куртӑмӑр;</verse>
				<verse number="25">ӗнтӗ пирӗн мӗншӗн вилмелле-ха? пире ҫак аслӑ вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ; Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, сассине татах илтес пулсассӑн, эпир вилетпӗр,</verse>
				<verse number="26">вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан чӗрӗ Турӑ сассине пирӗн пек илтсе те чӗрӗ юлнӑ чун пур-ши вара?</verse>
				<verse number="27">эсӗ кай та Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, [хӑвна] мӗн каланине пӗтӗмпех итле, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, хӑвна мӗн каланине пӗтӗмпех пире каласа тӑр, эпир итлӗпӗр, мӗн илтнине тӑвӑпӑр, терӗр.</verse>
				<verse number="28">Ҫӳлхуҫа эсир манпа мӗн калаҫнине илтрӗ те мана ҫапла каларӗ: санпа калаҫнӑ ҫак халӑх сӑмахне илтрӗм Эпӗ; вӗсем мӗн калани пурте ырӑ;</verse>
				<verse number="29">эх, вӗсен чӗри те ҫавӑн пекех пулинччӗ, хӑйсене те, хӑйсен ывӑлӗсене те ӗмӗрех ырӑ пултӑр тесе вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑринччӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнинччӗҫ!</verse>
				<verse number="30">пыр, кала вӗсене: «чатӑрӑрсене таврӑнӑр» те;</verse>
				<verse number="31">эсӗ ху вара кунта Манпа пӗрле юл, Эпӗ сана пур йӗркене те, пур ӳкӗтпе саккуна та каласа парӑп, эсӗ вӗсене халӑха вӗрентме тивӗҫ: Эпӗ хӑйсене еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче Израиль ывӑлӗсем [ҫав] йӗркепе пурӑнччӑр.</verse>
				<verse number="32">Астӑвӑр, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнӑ пек тӑвӑр; сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр;</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра ҫӳреме хушнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, ҫапла сирӗн чӗрӗ тӑмалла пултӑр, сире ырӑ пултӑр, хӑвӑр аллӑра илекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире вӗрентме хушнӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, саккунсем ҫакӑ ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче [ҫавӑн пек] пурӑнмалла;</verse>
				<verse number="2">санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, кунҫулу вӑрӑм килтӗр тесессӗн, Эпӗ сана [паян] Унӑн йӗркисемпе Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрентсе хӑварӑп, ҫавна санӑн хӑвӑн та, санӑн ывӑлусен те, ывӑлусен ывӑлӗсен те ӗмӗр тӑршшӗпех тытса тӑмалла.</verse>
				<verse number="3">Эппин, итле, Израиль, хӑвна лайӑх пултӑр тесессӗн, ӗрчесе-хунаса каяс тесессӗн, ҫакна туса тӑма тӑрӑш: Ҫӳлхуҫа, аҫусенӗн Турри, сана сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр парӑп тесе каланӑ. [Кусем — Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн пушхирте панӑ йӗркесемпе саккунсем.]</verse>
				<verse number="4">Эй Израиль, итле: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр;</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте [тата санӑн чунунта] пулччӑр;</verse>
				<verse number="7">вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ;</verse>
				<verse number="8">астуса тӑмашкӑн эсӗ вӗсене аллу ҫумне ҫых, вӗсем санӑн ҫамкуна ҫыхмалли хӑю пулччӑр,</verse>
				<verse number="9">вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре хули-мӗнӗпех сана пама хӑвӑн аҫусене — Авраама, Исаака тата Иакова — тупа тунӑччӗ, Турӑ сана ҫак ҫӗре илсе кӗрсессӗн, ан ман: унти пысӑк, лайӑх хуласене эсӗ туман,</verse>
				<verse number="11">унти кил-ҫуртсенчи пурлӑха эсӗ пухман, унти чул касса алтнӑ пусӑсене те эсӗ алтман, унти иҫӗм пахчисемпе ҫу йывӑҫҫисене те эсӗ лартса ӳстермен, ҫапла ӗнтӗ ҫавӑнта ҫисе-тӑранса пурӑнма пуҫласассӑн</verse>
				<verse number="12">сыхлан: [санӑн чӗрӳ ан улталантӑр,] хӑвна Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана манмалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑра, [пӗр] Ӑна анчах пӑхӑнса тӑр, [Ун ҫумне ҫыпҫӑн,] Унӑн ячӗпе тупа ту.</verse>
				<verse number="14">Урӑх турӑсем хыҫҫӑн, хӑвӑр таврари халӑхсен туррисем хыҫҫӑн ан кайӑр,</verse>
				<verse number="15">мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӑракан Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ; Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫилли тулса ан ҫиттӗр, Вӑл сана ҫӗр пичӗ ҫийӗнчен пӗтерсе ан пӑрахтӑр.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, Ӑна хӑвӑр Масса теекен вырӑнта сӑнанӑ пек ан сӑнӑр.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑрӑн, ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ, хушса каланӑ йӗркесене ҫирӗп тытса пурӑнӑр;</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче тӗрӗс те ырӑ ӗҫ туса тӑр, ҫапла хӑвна ырӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа хӑвӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ паха ҫӗре ҫитсе, ӑна хӑвӑн аллуна илмелле пултӑр,</verse>
				<verse number="19">санӑн пур тӑшманна та Вӑл, Хӑй каланӑ пек, санӑн умӑнтан хӑваласа ятӑр.</verse>
				<verse number="20">Эхер те кайран ывӑлу санран: «Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ йӗркесем, хушса каланисем, саккунсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн,</verse>
				<verse number="21">эсӗ хӑвӑн ывӑлна ҫапла кала: «Египетра фараон патӗнче эпир чурасем пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пире Египетран Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] илсе тухнӑ,</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пирӗн куҫ умӗнче аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, Египет ҫине, фараон ҫине, унӑн пӗтӗм килӗ ҫине [тата ҫарӗ ҫине] пысӑк асапсем янӑ;</verse>
				<verse number="23">пире вара [Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,] аттемӗрсене Хӑй тупа туса [пире пама] пулнӑ ҫӗре памашкӑн унтан илсе тухнӑ;</verse>
				<verse number="24">эпир Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ;</verse>
				<verse number="25">эпир Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, умӗнче ҫак [саккун] ӳкӗчӗсене пурне те Турӑ Хӑй пире хушнӑ пек туса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсассӑн, пирӗн тӳрӗлӗх ҫавӑ пулӗ вара» те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре кӗртсессӗн, сан умӑнтан нумай йышлӑ халӑхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлӑрах та вӑйлӑрах ҫичӗ халӑха — хӑваласа ярсассӑн,</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн аллуна парсассӑн, эсӗ вӗсене аркатса тӑкӑн, вара тупала вӗсене, вӗсемпе пӗр канашлӑ ан пул, вӗсене ан хӗрхен;</verse>
				<verse number="3">вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил:</verse>
				<verse number="4">вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсене эсир акӑ мӗн тӑвӑр: вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тӑкӑр, юписене ишсе антарӑр, катисене касса тухӑр, [туррисен] кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр.</verse>
				<verse number="6">Мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑваплӑ халӑхӗ: ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхран Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн халӑхӗ пулма пӗр сана суйласа илнӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа сире эсир ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та йышлӑрах пулнипе суйласа илмен, — эсир пур халӑхран та сахалтарах, —</verse>
				<verse number="8">Вӑл сире юратнӑран суйласа илнӗ, сирӗн аҫӑрсене тупа тунине упраса-сыхласа хӑварас тесе Ҫӳлхуҫа сире Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] чуралӑх ҫуртӗнчен илсе тухнӑ, фараон — Египет патши — аллинчен хӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — Турӑ, шанчӑклӑ Турӑ, Вӑл [Хӑйӗн] халалне упрать, Хӑйне юратакансене, Хӑйӗн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнакансене пин сыпӑка ҫитиччен ырӑ тӑвать,</verse>
				<verse number="10">Хӑйне курайманнисене хӑйсене пӗтерсе тавӑрать; Вӑл вӑраха ямасть, Хӑйне курайман ҫынна шӑп хӑйнех айӑплать.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калакан ӳкӗтсене, йӗркесене, саккунсене пурӑнӑҫласа тӑр.</verse>
				<verse number="12">Эсир ҫак саккунсене итлесе, астуса, пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, саншӑн та Хӑйӗн халалӗпе Хӑйӗн ырӑлӑхне вырӑна килтерсе тӑрӗ,</verse>
				<verse number="13">Вӑл сана юратӗ, сана пиллӗх парӗ, сана ӗрчетӗ, Хӑй аҫусене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче санран ҫуралнине те, санӑн ҫӗрӳ кӳнӗ ҫимӗҫе те, санӑн ҫӑкӑрна та, санӑн эрехне те, санӑн йывӑҫ ҫӑвне те, санӑн шултӑра выльӑх-чӗрлӗхӳнтен, сурӑхусен кӗтӗвӗнчен хунаса пыраканнине те пиллӗх парӗ;</verse>
				<verse number="14">эсӗ пур халӑхран та пиллӗхлӗрех пулӑн; санӑн хӑвӑн та, сан выльӑху-чӗрлӗхӳн те йӑхсӑрри-хӗсӗрри пулмӗ;</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа [Турру] санран мӗнпур халсӑрлӑха сирсе ярӗ, сана [эсӗ ху курнӑ,] ху пӗлекен хаяр Египет чирӗсемпе чирлеттермӗ, вӗсене сана кураймасӑр тӑракансем ҫине ярӗ;</verse>
				<verse number="16">эсӗ вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аллуна паракан мӗнпур халӑха пӗтерсе тӑкӑн: санӑн куҫу вӗсене хӗрхенсе ан тӑтӑр; вӗсен туррисене ан пуҫҫап, ку вӑл саншӑн серепе пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе</verse>
				<verse number="18">вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине,</verse>
				<verse number="19">ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ;</verse>
				<verse number="20">санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ;</verse>
				<verse number="21">вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫав халӑхсене сан умӑнтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑваласа ярӗ; [ҫӗр пушанса ан юлтӑр тесе,] хӑвна хирӗҫ тискер кайӑксем ӗрчесе ан кайччӑр тесе, тӑшманусене санӑн часах пӗтерсе тӑкмалла мар;</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫав халӑхсене санӑн аллуна парӗ те вӗсене сехӗрлентерсе пӑрахӗ, вӗсем ҫапла вилсе пӗтӗҫ;</verse>
				<verse number="24">Вӑл вӗсен патшисене те санӑн аллуна парӗ, эсӗ вара ҫӗр ҫинче вӗсен ячӗсене те хӑвармӑн: вӗсене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе пӑрахиччен никам та сана хирӗҫ тӑраймӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсен туррисенӗн кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр; вӗсем ҫинчи кӗмӗле е ылтӑна илме ан шутла: ку вӑл саншӑн серепе пулса ан тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, ирсӗр япала;</verse>
				<verse number="26">ирсӗр япалана хӑвӑн килне илсе ан кӗр, ун пек тупаланмалла ан пултӑр; унран пӑрӑн, унран йӗрӗнсе тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — пӗтермелле тупаланӑ япала.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Эпӗ паян сире ӳкӗтлесе калакан ӳкӗтсене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшӑр, ҫапла сирӗн чӗрӗ тӑмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса памашкӑн пулнӑ [ырӑ] ҫӗре ҫитсе ӑна хӑвӑр аллӑра илмелле пултӑр.</verse>
				<verse number="2">Сана йӑвашлантарас тесе, санӑн чӗрӳнте мӗн пуррине, эсӗ Унӑн ӳкӗчӗсене упрассипе упрамассине тӗрӗслесе-сӑнаса пӗлес тесе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, акӑ ӗнтӗ хӗрӗх ҫул хушши сана пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗ, эсӗ ҫак пӗтӗм ҫула асӑнта тыт;</verse>
				<verse number="3">Вӑл сана йӑвашлантарса тӑчӗ, выҫӑпа тертлентерчӗ, унччен эсӗ хӑв та, аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе усрарӗ: ҫапла сана этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине, этем Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан пур тӗрлӗ [сӑмахпа та] пурӑннине кӑтартса пачӗ;</verse>
				<verse number="4">хӗрӗх ҫул ӗнтӗ сан ҫире тумтирӳ кивелмерӗ, уру шыҫӑнса аптӑратмарӗ.</verse>
				<verse number="5">Хӑвӑн ӑшӑнта пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана этем хӑйӗн ачине вӗрентнӗ пек вӗрентет.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, панӑ ӳкӗт сӑмахӗсене астуса тӑр, Унӑн ҫулӗпе ҫӳре, Унран хӑраса тӑр.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ырӑ ҫӗре — шывсем юхса выртакан, айлӑмсенче кӳлӗсем сарӑлса выртакан, тусенчен ҫӑлкуҫӗсем тапса тӑракан ҫӗре — илсе каять,</verse>
				<verse number="8">[унта] ҫав ҫӗршывра — тулӑ, урпа, иҫӗм, смоква тата нар йывӑҫҫисем, ҫав ҫӗршывра — ҫу йывӑҫҫисем тата пыл,</verse>
				<verse number="9">унта хӑвӑн ҫӑкӑрна ытлӑн-ҫитлӗн ҫийӗн, унта ҫитменлӗх мӗнне пӗлмӗн, унти чулра тимӗр тупӑн, унти тусенчен пӑхӑр ката-ката кӑларӑн.</verse>
				<verse number="10">Унта ҫисе-тӑранса пурӑннӑ чухне хӑвна панӑ ырӑ ҫӗршӗн Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, апат хушшине лармассерен тав ту.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калакан Турӑ ӳкӗчӗсене, Унӑн саккунӗсемпе Унӑн йӗркисене тытса тӑмасӑр Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, манасран сыхлан.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ҫителӗклӗ ҫисе-тӑранса, лайӑх ҫуртсем лартса [унта] пурӑнма тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="13">шултӑра тата вак выльӑх-чӗрлӗхӳ нумайланса ҫитсессӗн, кӗмӗлӳпе ылтӑну нумайлансассӑн, санӑн мӗн пурри пурте нумайланса кайсассӑн,</verse>
				<verse number="14">асту вара, чӗрӳ мӑнаҫланса ан кайтӑр, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, ан ман;</verse>
				<verse number="15">Турӑ сана аслӑ та хӑрушӑ пушхир витӗр илсе тухрӗ, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе ытти тӗрлӗ ҫӗленсем, скорпионсем йӑшӑлтататчӗҫ, ҫӗр шывсӑр ҫунса выртатчӗ; Турӑ унта сана чул хысакран шыв [ҫӑлкуҫӗ] кӑларса пачӗ,</verse>
				<verse number="16">кайран хӑвна ырӑ кӑтартма сана йӑвашлантарас, сана сӑнас тесе Вӑл пушхирте сана [эсӗ хӑв та,] аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе тӑчӗ,</verse>
				<verse number="17">ҫакна Вӑл эсӗ хӑвӑн ӑшӑнта: «ҫак пуянлӑха эпӗ хамӑн вӑйӑмпа, хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа турӑм» тесе ан шухӑшлатӑр,</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, асра тыттӑр тесе турӗ, мӗншӗн тесессӗн пурлӑх туса пуянлӑх тупма сана Вӑл вӑй парса тӑрать, ҫапла ӗнтӗ, халь тунӑ пек, Хӑй аҫусене тупа туса панӑ халала вырӑна килтермелле пултӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="19">Эхер те эсӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, мансассӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене пӑхӑнса тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑнсассӑн, [тӳпепе ҫӗре] асӑнса калатӑп сире паян: эсир пӗтсе ларатӑр;</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, сӑмахне итлеменшӗн эсир те Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвӑр умӑртан пӗтерсе пыракан халӑхсем пекех пӗтсе ҫухалатӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Эй Израиль, итле: халӗ эсӗ Иордан леш енне пӗлӗте перӗнесле хӳмесем хӳсе тӗреклӗлетнӗ пысӑк хуласенче пурӑнакан халӑха, хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑха,</verse>
				<verse number="2">ху пӗлекен, вӗсем ҫинчен: «Енак ывӑлӗсене кам хирӗҫ тӑрайтӑр?» тенине илтнӗ Енак ҫыннисене, [аслӑ,] йышлӑ та шултӑра халӑха, хӑвӑн аллуна илме каятӑн.</verse>
				<verse number="3">Халӗ пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, санӑн умӑнтан ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм пек пырӗ; Вӑл вӗсене пӗтерсе пырӗ, вӗсене санӑн умна тӑкса пырӗ, эсӗ вара, хӑвна Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӗсене хӑваласа ярӑн, вӗсене часах пӗтерсе пӑрахӑн.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн умӑнтан хӑваласа янӑ чухне хӑвӑн ӑшӑнта: «хамӑн тӳрӗлӗхӗмшӗн Ҫӳлхуҫа мана ҫак [ырӑ] ҫӗре аллӑма илме ертсе килчӗ, ҫак халӑхсене вӗсен ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ман умӑмран хӑваласа ярать» тесе ан шухӑшла;</verse>
				<verse number="5">эсӗ вӗсен ҫӗрне хӑвӑн тӳрӗлӗхӳшӗн мар, хӑвӑн тӗрӗс чӗрӳшӗн те мар еткерлӗхе илме каятӑн, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса каланӑ Хӑйӗн сӑмахне тӳрре кӑларса, ҫак халӑхсене вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн [тата йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн] санӑн умӑнтан хӑваласа ярать.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа [халӗ] пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ырӑ ҫӗре сана тӳрӗлӗхӳшӗн мар хӑвӑн аллуна парать, — эсӗ чурӑс халӑх.</verse>
				<verse number="7">Ан ман, эсӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пушхирте мӗн чухлӗ тарӑхтарнине асӑнта тытса тӑр: Египет ҫӗрӗнчен тапранса тухнӑ кунранпа хӑвӑр мӗн ҫак вырӑна килсе ҫитичченех эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пытӑр.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫана эсир Хорив тӑвӗ патӗнче те тарӑхтартӑр, Вӑл сире ҫилленсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сире пӗтерсех тӑкасшӑнччӗ,</verse>
				<verse number="9">эпӗ ун чухне ту ҫине чул хӑмасем — Ҫӳлхуҫамӑр сирӗнпе хывнӑ халал сӑмахӗсене ҫырнӑ хӑмасене — илме улӑхнӑччӗ, унта хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пурӑннӑччӗ, ҫӑкӑр та ҫименччӗ, шыв та ӗҫменччӗ,</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа мана Хӑй аллипе ҫырнӑ икӗ чул хӑма пачӗ, вӗсем ҫине Ҫӳлхуҫамӑр сире пуху кунӗ ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен каланӑ пӗтӗм сӑмаха [ҫырнӑччӗ].</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫамӑр мана ҫав икӗ чул хӑмана, халал хӑмисене, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ иртсессӗн пачӗ,</verse>
				<verse number="12">Турӑ мана каларӗ: тӑр та кунтан часрах кай, санӑн Египетран илсе тухнӑ халӑху пӑсӑлса кайрӗ; Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнчӗҫ; хӑйсем валли суя турӑ кӗлетки шӑратса турӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: [Эпӗ сана пӗрре ҫеҫ мар каланӑ:] Эпӗ ҫак халӑха куратӑп, акӑ вӑл чурӑс халӑх;</verse>
				<verse number="14">чарса ан тӑр Мана, Эпӗ вӗсене пӗтерем те ҫӗр ҫийӗнчен вӗсен ятне те ҫухатам, санран урӑх халӑх кӑларам, вӑл халӑх кусенчен [пысӑкрах,] вӑйлӑрах, йышлӑрах пулӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та ту ҫинчен анма пуҫларӑм, ту вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑратчӗ; манӑн икӗ аллӑмра халал ҫырнӑ икӗ хӑмаччӗ;</verse>
				<verse number="16">куртӑм эпӗ: эсир Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, хирӗҫ ҫылӑх тунӑ: хӑвӑр валли пӑру кӗлетки шӑратса хывнӑ, Ҫӳлхуҫа [тытса пыма] хушнӑ ҫултан часах пӑрӑннӑ;</verse>
				<verse number="17">эпӗ икӗ хӑмине те илтӗм те вӗсене икӗ аллӑмпа ҫӗре тытса ҫапрӑм, вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнче ҫӗмӗрсе пӑрахрӑм.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ ӗнтӗ [иккӗмӗш хут] Ҫӳлхуҫа умне ӳксе сирӗн ҫылӑхӑрсемшӗн, эсир Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] умӗнче усал туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн, Ӑна тарӑхтарнӑшӑн малтанхи пекех хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ кӗлтурӑм, ҫӑкӑр ҫимерӗм, шыв та ӗҫмерӗм;</verse>
				<verse number="19">мана сире пӗтерсе пӑрахасла тарӑхнӑ Ҫӳлхуҫанӑн ҫиллипе хаярлӑхӗ сехӗрлентерчӗ. Анчах Ҫӳлхуҫа мана ку хутӗнче те итлерӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Аарона та питӗ хытӑ ҫилленчӗ, ӑна пӗтерсе пӑрахасшӑн пулчӗ, анчах эпӗ ҫавӑн чухне Аароншӑн та кӗлтурӑм.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ вара сирӗн ҫылӑхӑра, хӑвӑр тунӑ пӑру кӗлеткине, туртса илсе вут-ҫулӑмпа ҫунтартӑм, унтан ӑна ватса-вакласа пӗтертӗм те, тусан пек ӑвса, ту ҫинчен сиксе юхакан шарлака пӑрахрӑм.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] эсир Тавера теекен вырӑнта та, Масса теекен вырӑнта та, Киброт-Гаттаава теекен вырӑнта та тарӑхтартӑр.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫамӑр сире Кадес-Варнирен: «кайӑр, Эпӗ сире паракан ҫӗре хӑвӑр аллӑра илӗр» тесе кӑларса янӑ чухне те эсир хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр хушнине хирӗҫ пултӑр, Ӑна ӗненмесӗр тӑтӑр, Вӑл каланине итлемерӗр.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ сире пӗле пуҫланӑ кунранпах эсир Ҫӳлхуҫана пӑхӑнасшӑн пулмарӑр.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа умне ӳксе эпӗ хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тархасларӑм, кӗлтурӑм, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр сире пӗтересшӗнччӗ;</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫана кӗлтуса эпӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша, [турӑсенӗн Патши,] Эсӗ Хӑвӑн [тӗреклӗхӳн] аслӑлӑхӗпе хӑтарнӑ, тӗреклӗ аллупа [тата пысӑк вӑюпа] Египетран илсе тухнӑ Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн еткерлӗхне ан пӗтерсем;</verse>
				<verse number="27">Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака тата Иакова асна илсем, [вӗсене Эсӗ Хӑвна асӑнса тупа тунӑ]; ҫак халӑх хаярланса ҫитни ҫине, унӑн йӗркесӗрлӗхӗ, унӑн ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑхсам,</verse>
				<verse number="28">пире Ху илсе тухнӑ ҫӗрте [пурӑнакансен]: «Ҫӳлхуҫа вӗсене хӑйсене пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме пултараймарӗ, вӗсене Вӑл, курайманнипе, пушхирте вӗлерсе пӗтерме илсе тухнӑ» тесе каламалла ан пултӑрччӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӗсем вара — Санӑн халӑху, Хӑвӑн еткерлӗхӳ, Эсӗ вӗсене [Египет ҫӗрӗнчен] Хӑвӑн аслӑ хӑватупа, Хӑвӑн пысӑк вӑюпа илсе тухнӑ, терӗм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма чутласа якат та йывӑҫ арча ту, вара Ман патӑма ту ҫине улӑх;</verse>
				<verse number="2">Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; вара хӑмасене арчана хур, терӗ.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ вара ситтим йывӑҫӗнчен арча турӑм, малтанхисем пекех икӗ чул хӑма чутласа якатрӑм, унтан ту ҫине кайрӑм; хампа пӗрле аллӑма чул хӑмасем илтӗм.</verse>
				<verse number="4">Чул хӑмасем ҫине Ҫӳлхуҫамӑр, малтан ҫырнӑ пекех, Хӑй сире пуху кунӗ ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен каланӑ ҫав вунӑ ӳкӗт сӑмахне ҫырса хучӗ, хӑмисене мана пачӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та ту ҫинчен антӑм, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, чул хӑмасем арчара пулччӑр тесе, вӗсене хам тунӑ арчана хутӑм.</verse>
				<verse number="6">Вара Израиль ывӑлӗсем хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Беероф-Бене-Яаканран, тапранса Мозер теекен вырӑна тухса кайрӗҫ; унта Аарон вилчӗ, ӑна унтах пытарчӗҫ, ун вырӑнне вара ывӑлӗ, Елеазар, священник пулса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="7">Унтан Гудгод патне, Гудгодран вара юхӑм шывсем юхакан Иотвафа теекен вырӑна кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫамӑр ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине ҫӗклесе ҫӳреме, Ҫӳлхуҫа умне тӑма, Уншӑн ӗҫлесе тӑма, [кӗлтума,] Унӑн ячӗпе пиллеме Левий йӑхне уйӑрса илчӗ, ҫак йӗрке паянхи кунчченех ҫапла пырать;</verse>
				<verse number="9">ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче левит валли пай та, еткер ҫӗр те ҫук: унӑн еткерӗ — Ҫӳлхуҫа Хӑй, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ӑна хӑйне ҫапла каланӑ.</verse>
				<verse number="10">Вара эпӗ ту ҫинче, унчченхи пекех, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пултӑм; Ҫӳлхуҫамӑр мана ку хутӗнче те итлерӗ, [вара] Вӑл сана пӗтерсе пӑрахас темерӗ;</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӑр та ҫула тух, [ҫак] халӑх умӗнчен пыр; вӗсем кайччӑр та Эпӗ вӗсен ашшӗсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре хӑйсен аллине илччӗр, терӗ.</verse>
				<verse number="12">Израиль, эппин, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, санран мӗн ыйтать-ха? Ҫакна ҫеҫ: санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, Унӑн ҫулӗпе ҫӳремелле, Ӑна юратмалла, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа пӑхӑнса тӑмалла,</verse>
				<verse number="13">хӑвна ырӑ пултӑр тесессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн [хӑвӑн Туррун] ӳкӗчӗсемпе йӗркисене — эпӗ паян сана каласа хӑварассине — тытса пурӑнмалла.</verse>
				<verse number="14">Тӳпе те, тӳпе пӗлӗчӗсем те, ҫӗр те, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — пурте Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, аллинче;</verse>
				<verse number="15">анчах та Ҫӳлхуҫа санӑн аҫусене ҫеҫ хапӑлларӗ, вӗсене юратрӗ, пур халӑхсенчен сире — аҫӑрсен ӑрӑвӗсене — суйласа илчӗ, халӗ ӗнтӗ ҫакна хӑвах курса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа ӗнтӗ чӗрӗрсен ӳтне касӑр та ӳлӗмрен чурӑс ан пулӑр,</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — турӑсенӗн Турри, патшасенӗн Патши, аслӑ, хӑватлӑ та хӑрушӑ Турӑ, Вӑл ҫын кам иккенне пӑхмасть, сӗрев йышӑнмасть,</verse>
				<verse number="18">Вӑл тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӳтӗлет, ютран килнӗ ҫынна юратать, ӑна ҫӑкӑрпа тумтир парать.</verse>
				<verse number="19">Эсир те ютран килнӗ ҫынна юратӑр: хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑраса, [пӗр] Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑр, Унӑн ҫумне ҫыпӑҫ, Унӑн ячӗпе тупа ту.</verse>
				<verse number="21">Вӑл — санӑн мухтаву, Вӑл — санӑн Турру. Вӑл санпа пӗрле хӑвӑн куҫу курнӑ хӑватлӑ та хӑрушӑ ӗҫсем тунӑ;</verse>
				<verse number="22">санӑн аҫусем Египета ҫитмӗл [пилӗк] чун пынӑ, халӗ вара хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑлантарса ячӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, юрат, Вӑл мӗн тума хушнине ту: Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсемпе Унӑн ӳкӗчӗсене ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тытса тӑр.</verse>
				<verse number="2">Асӑра илӗр-ха! Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне,</verse>
				<verse number="3">Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине,</verse>
				<verse number="4">Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман;</verse>
				<verse number="5">хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине,</verse>
				<verse number="6">Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман,</verse>
				<verse number="7">эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире паян каласа хӑваракан [Унӑн] пӗтӗм ӳкӗтне тытса тӑрӑр: сирӗн [чӗрӗ тӑмалла пултӑр,] тӗреклӗленсе, [Иордан леш енне] каҫса унти ҫӗре еткерлӗхе илмелле пултӑр;</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫамӑр сирӗн аҫӑрсене тупа туса хӑйсене тата вӗсен йӑхне пама пулнӑ ҫӗр ҫинче, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр ҫинче, сирӗн нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ху тухса килнӗ Египет ҫӗрӗ пек мар: унта эсӗ, вӑрлӑхна аксассӑн, [ҫӗре] хӑвӑн урусен вӑйӗпе ҫу йывӑҫҫин пахчине шӑварнӑ пек шӑварнӑ;</verse>
				<verse number="11">эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр вара сӑртлӑ-туллӑ, айлӑмлӑ ҫӗр, вӑл тӳперен ҫумӑр шывӗпе шӑварӑнса тӑрать,</verse>
				<verse number="12">ку ҫӗршӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тӑрӑшать: пӗр вӗҫӗмех, ҫулталӑк пуҫланса ҫулталӑк вӗҫленичченех, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ун ҫинчен куҫне илмест.</verse>
				<verse number="13">Манӑн ӳкӗтӗмсене, паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтӗмсене, итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, Ӑна пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӑхӑнса тӑрсассӑн,</verse>
				<verse number="14">сирӗн ҫӗрӗре малтанхи ҫумӑрне те, кайранхи ҫумӑрне те вӑхӑтлӑ парса тӑрӑп; эсӗ хӑвӑн тырпулна та пуҫтарса кӗртӗн, эрехне те, йывӑҫ ҫӑвне те туса илӗн;</verse>
				<verse number="15">хирӳнте выльӑху-чӗрлӗхӳ валли курӑк та парӑп, ҫапла вара тӑраниччен ҫисе пурӑнӑн.</verse>
				<verse number="16">Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр;</verse>
				<verse number="17">унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ, Вӑл пӗлӗте хупса лартӗ те, ҫумӑр пулмӗ, ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене памӗ, ҫапла эсир Ҫӳлхуҫа хӑвӑра паракан ырӑ ҫӗр ҫинчен часах пӗтсе ҫухалатӑр.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр;</verse>
				<verse number="19">вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт;</verse>
				<verse number="20">вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур;</verse>
				<verse number="21">тӳпе ҫӗр тӗлӗнче мӗн ӗмӗр тӑрӗ, сирӗн кунҫулӑр та, сирӗн ачӑрсен кунҫулӗ те Ҫӳлхуҫа хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ вӑрӑма пыччӑр.</verse>
				<verse number="22">Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр;</verse>
				<verse number="24">урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ;</verse>
				<verse number="25">никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ.</verse>
				<verse number="26">Акӑ паян эпӗ сире пиллӗхпе ылхан сӗнетӗп:</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене — паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтсене — итлесе пурӑнсассӑн, сире пиллӗх пулӗ,</verse>
				<verse number="28">Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене итлемесессӗн, эпӗ сире паян пӗлтерекен ҫултан пӑрӑнса хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайсассӑн, сире ылхан ҫитӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре илсе кӗрсессӗн, пиллӗх сӑмахне Гаризим тӑвӗ ҫинче кала, ылхан сӑмахне Гевал тӑвӗ ҫинче кала:</verse>
				<verse number="30">авӑ вӗсем Иордан леш енче, хӗвеланӑҫ еннелле каякан ҫул ҫинче, ханаансен ҫӗрӗнче лараҫҫӗ, ханаансем вара тӳремлӗхре, Галгалпа тӗлме-тӗл, Море юманлӑхӗ ҫывӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="31">Ӗнтӗ эсир Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе] паракан ҫӗре хӑвӑр аллӑра илме Иордан шывӗ урлӑ каҫатӑр, ӑна хӑвӑр аллӑра илетӗр те ҫавӑнта пурӑнатӑр.</verse>
				<verse number="32">Ҫапла вара эпӗ сире паян каласа паракан [Унӑн] пур йӗркине, пур саккунне тытса тӑма тӑрӑшӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа, аҫусенӗн Турри, хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне сирӗн мӗн кунҫулӑр тӑршшӗпех пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмалли йӗркесемпе саккунсем ҫаксем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="2">Эсир хӑвӑр алла илекен халӑхсем хӑйсенӗн туррисене чӳклесе тӑнӑ вырӑнсене — ҫӳллӗ тусемпе сӑртсем ҫинчи, туратлӑ йывӑҫсем айӗнчи чӳк вырӑнӗсене — пурне те пӗтерӗр;</verse>
				<verse number="3">вӗсен парне кӳмелли вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухӑр, юписене йӑвантарӑр, катисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр, вӗсен туррисен кӗлеткисене аркатӑр, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗсем юлмиччен пӗтерӗр.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑр Туррӑршӑн, сирӗн вӗсем тунӑ пек тумалла мар;</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапмалли вырӑна сирӗн йӑхӑрсен ҫӗрӗнче ӑҫта суйласа илӗ, ҫав вырӑна ҫӳрӗр, ҫавӑн енне ҫаврӑнӑр,</verse>
				<verse number="6">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӗрсене, ытти парнӗрсене те, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая та, хӑвӑр аллӑр ҫӗклесе кӳрекен парнесене те, асӑнса хунӑ парнӗрсене те, кӑмӑлтан кӳрекен парнӗрсене те, [канӑҫлӑх парнисене те,] шултӑра выльӑхӑрпа вак выльӑхӑрсен малтанхи пӑрӑвӗ-путекӗсене те ҫавӑнта илсе пырӑр;</verse>
				<verse number="7">вара ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче ҫийӗр, хӑвӑр аллӑрпа мӗн тума пултарнишӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна мӗн пиллесе панишӗн — пуриншӗн те хӑвӑр кил-йышӑрпа пӗрле хӗпӗртесе савӑнӑр.</verse>
				<verse number="8">Унта сирӗн эпир халӗ кунта мӗн тунӑ пек, — кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шухӑшлать, ҫавна тунӑ пек, — тумалла мар;</verse>
				<verse number="9">халӗ эсир канӑҫлӑх вырӑнне — Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан еткер ҫӗрӗре — ҫитсе кӗмен-ха.</verse>
				<verse number="10">Анчах эсир Иордан урлӑ каҫса Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра паракан еткер ҫӗр ҫине кӗрсе вырӑнаҫсассӑн, Вӑл сире йӗри-тавра хупӑрласа тӑракан мӗнпур тӑшманӑртан хӑтарса канӑҫлӑх парсассӑн, ҫапла шанчӑклӑ хӳтлӗхре пурӑнма тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="11">ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапма мӗнле вырӑн суйласа илӗ, эсир ҫавӑнта эпӗ [паян] сире мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех илсе пырса тӑрӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнӗрсене, ытти парнӗрсене, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая, хӑвӑр аллӑр ҫӗклентерсе кӳмеллине, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] мӗн кӳме сӑмах панӑ, ҫавӑн валли суйласа илнине — пурне те ҫавӑнта илсе пырӑр;</verse>
				<verse number="12">савӑнӑр вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче: хӑвӑр та, ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем те, арҫын чурӑрсемпе хӗрарӑм чурӑрсем те, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та пултӑр унта, мӗншӗн тесессӗн унӑн пайӗ те, еткер ҫӗрӗ те ҫук — пурте хӗпӗртесе савӑнӑр.</verse>
				<verse number="13">Хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнӳне куҫ тӗлне пулан кирек хӑш вырӑнта та кӳресрен сыхлан;</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа [Турру] санӑн пӗр йӑхун ҫӗрӗнче суйласа илнӗ вырӑнта ҫеҫ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, сана [паян] мӗн ӳкӗтлесе каланине пӗтӗмпе ҫавӑнта туса тӑр.</verse>
				<verse number="15">Ытах кӑмӑлу туртсассӑн, кирек хӑҫан та, кирек хӑш килӳнте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пиллӗхӗпе выльӑх тытса пусма, ун ашне ҫиме пултаратӑн: ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те ҫиме пултарать;</verse>
				<verse number="16">анчах юнне ан ҫийӗр, ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑкӑр.</verse>
				<verse number="17">Хӑв туса илнӗ тырпулӑн, эрехӗн, йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхун малтанхи пӑрӑвӗпе вак выльӑхун малтанхи путекне, сӑмах панипе кӳрекен парнӳсене, ху кӑмӑлупа кӳрекен парнӳсене, хӑвӑн аллупа ҫӗклентерсе кӳмелли парнӳсене санӑн хӑвӑн килӳнте ҫиме юрамасть;</verse>
				<verse number="18">ҫакна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илекен вырӑнта, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ҫеҫ] ҫи — ху та, ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чурупа хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та [ютран килнӗ ҫын та] — пурте ҫийӗр, хӑвӑн аллупа мӗн тума пултарнишӗн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче хӗпӗртесе савӑнӑр.</verse>
				<verse number="19">Асту, хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче [пурӑннӑ чухне] левита ӗмӗрне те хӑвӑнтан татса ан хӑвар.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй сана каланӑ пек, санӑн ҫӗрӳн чиккисене сарса ярсассӑн, эсӗ аш ҫиессӳ килнӗрен: «аш ҫием-ха эпӗ» тейӗн, ҫавӑн чухне вара кӑмӑлу туличчен аш ҫи.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи;</verse>
				<verse number="22">ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать;</verse>
				<verse number="23">анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи;</verse>
				<verse number="24">ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк;</verse>
				<verse number="25">сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.</verse>
				<verse number="26">Анчах та хӑв кӳрес таса парнӳсене тата асӑнса хунӑ парнӳсене пурне те Ҫӳлхуҫа [Турру Хӑйӗн ятне асӑнса тӑма] суйласа илнӗ вырӑна илсе пыр, ҫав вырӑна ҫӳре;</verse>
				<verse number="27">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳне, ашӗпе юнне, Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; анчах ытти парнӳсенӗн юнне санӑн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, парне вырӑнӗ умне тӑкмалла, ашне вара ҫи.</verse>
				<verse number="28">Сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те ӗмӗрех лайӑх пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче ырӑ та юрӑхлӑ ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, Эпӗ ӳкӗтлесе каланине пурне те итле, ӑна туса тӑр.</verse>
				<verse number="29">Эсӗ пӑхӑнтарма каякан халӑхсене Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сан умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, ҫапла эсӗ вӗсен ҫӗрне илсе ҫавӑнта вырӑнаҫса тӗпленсессӗн,</verse>
				<verse number="30">сыхлан вара, ҫав халӑхсене хӑвӑн умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, санӑн вӗсем хыҫҫӑн кайса серепене лекмелле ан пултӑр, «ҫак халӑхсем хӑйсен туррисене мӗнле пӑхӑнса тӑнӑ, эпӗ те ҫапла тӑвам» тесе вӗсен туррисене шырамалла ан пултӑр;</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, апла ан ту, вӗсем хӑйсен туррисемшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнрен йӗрӗннине, Вӑл мӗне курайманнине туса тӑраҫҫӗ: туррисемшӗн вӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="32">Эпӗ хӑвӑра мӗн ӳкӗтлесе каланине пурне те туса тӑма тӑрӑшӑр; ун ҫумне нимӗн те ан хуш, унран нимӗн те ан кат.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Эхер те санӑн хушшунта пророк е тӗлӗк ӑсти тупӑнсассӑн, вӑл сана тӗлӗнмелле паллӑ е кӗтрет кӑтартсассӑн,</verse>
				<verse number="2">сана кӑтартнӑ ҫав паллӑ е кӗтрет чӑна килсессӗн, ҫитменнине тата вӑл: «эсӗ пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн каяр, вӗсене пӑхӑнса пурӑнар» тесессӗн,</verse>
				<verse number="3">ҫав пророкӑн е тӗлӗк ӑстин сӑмахне ан итле: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, эсир Ӑна пӗтӗм чӗрӗртен, пӗтӗм чунӑртан юратнине пӗлмешкӗн сире ҫавӑн урлӑ сӑнать;</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, ҫулӗпе ҫӳрӗр, Унран хӑраса тӑрӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене тытса пырӑр, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑр, Ӑна ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнӑр;</verse>
				<verse number="5">леш пророкне е тӗлӗк ӑстине вара хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, хӑвна чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, пӑрахма хистенӗшӗн, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ ҫултан пӑрса ярас тенӗшӗн вӗлерме тытса памалла; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтер.</verse>
				<verse number="6">Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн,</verse>
				<verse number="7">сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн,</verse>
				<verse number="8">унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле,</verse>
				<verse number="9">вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр;</verse>
				<verse number="10">ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ;</verse>
				<verse number="11">пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки:</verse>
				<verse number="13">унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн,</verse>
				<verse number="14">шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="15">ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух;</verse>
				<verse number="16">туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр;</verse>
				<verse number="17">пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.</verse>
				<verse number="18"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Эсир — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ачисем; вилнӗ ҫыншӑн хӑвӑр ӳтӗре каскаласа ан пӗтерӗр, куҫ харшине ан хырӑр:</verse>
				<verse number="2">эсӗ — хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ, сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхсенчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ.</verse>
				<verse number="3">Ирсӗррине нимӗн те ан ҫи.</verse>
				<verse number="4">Сире ҫиме юрӑхлӑ выльӑх ҫакӑ: вӑкӑр, сурӑх, качака,</verse>
				<verse number="5">пӑланпа хир качаки, хир ӗнипе айпӑлан, хир вӑкӑрӗ, орикс, камелопард.</verse>
				<verse number="6">Йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та — чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр;</verse>
				<verse number="7">анчах ҫинӗ апатне кавлекен, чӗрни хушши тарӑн йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫакна ан ҫийӗр: тӗвене, мулкача, ҫӗр мулкачне, мӗншӗн тесессӗн вӗсем кавлеҫҫӗ пулсассӑн та, чӗрнисем вӗсенӗн икке уйӑрӑлман: вӗсем сирӗншӗн таса мар;</verse>
				<verse number="8">сыснана та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӗкӗр чӗрнеллӗ пулсассӑн та, ҫинӗ апатне кавлемест: вӑл сирӗншӗн таса мар; вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр.</verse>
				<verse number="9">Шыври чӗрчунсенчен ҫуначӗпе хуппи пуррисене пурне те ҫийӗр;</verse>
				<verse number="10">ҫуначӗпе хуппи ҫуккисене вара пӗрне те ан ҫийӗр: вӑл сирӗншӗн таса мар.</verse>
				<verse number="11">Пур таса вӗҫен кайӑка та ҫийӗр;</verse>
				<verse number="12">анчах вӗсенчен сирӗн ҫакна ҫиме юрамасть: ӑмӑрткайӑка, виле кайӑкне, тинӗс ӑмӑрткайӑкне,</verse>
				<verse number="13">хӑлата, кӑйкӑра, караппӑла тата вӗсен ӑрӑвӗнчи кайӑксене,</verse>
				<verse number="14">пур тӗрлӗ ҫӑханпа унӑн ӑрӑвне,</verse>
				<verse number="15">страуса, тӑманана, чарлака, хурчӑкапа унӑн ӑрӑвне,</verse>
				<verse number="16">ӳхӗпе ибиса, акӑша,</verse>
				<verse number="17">пеликана, ту хурчӑкине, пулӑҫ кайӑка,</verse>
				<verse number="18">чарлана, зуйпа унӑн ӑрӑвне тата хыркукпа ҫара ҫерҫие.</verse>
				<verse number="19">Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен ҫунатлӑ чӗрчунсем пурте сирӗншӗн таса мар, [вӗсене] ан ҫийӗр.</verse>
				<verse number="20">Пур таса вӗҫен кайӑка та ҫийӗр.</verse>
				<verse number="21">Нимӗнле виле ашне те ан ҫийӗр; санӑн килӳнте ют ҫӗртен килнӗ ҫын пулчӗ пулсассӑн, ҫавна пар, вӑл ҫитӗр, е ӑна сутса яр, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ. Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер.</verse>
				<verse number="22">Акнӑ вӑрлӑху ӳстерсе панипе [хӑвӑн] хирӳнтен ҫулсерен кӗрекен мӗнпур ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне уйӑрса ил,</verse>
				<verse number="23">ӑна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче Вӑл Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑнта ҫи; тыррун, эрехӳпе йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхусен малтанхи пӑрӑвне, вак выльӑхусен малтанхи путекне ҫавӑнта [илсе пыр], ҫапла вара санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, ӗмӗрех хӑраса тӑма вӗренсе ҫитмелле пултӑр.</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнмашкӑн суйласа илнӗ вырӑн санран аякра пулсассӑн, ҫулӗ вӑрӑм пулнӑран эсӗ ҫак парнесене илсе кайма пултараймӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пиллӗх панӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="25">эсӗ ҫавна кӗмӗлпе улӑштар, кӗмӗле аллуна тыт та Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑна ҫит;</verse>
				<verse number="26">ҫав кӗмӗлпе вара ху мӗн килӗштернине, — вӑкӑр, сурӑх, эрех, ҫиккер — чуну мӗн ыйтнине пӗтӗмпех туян та унта Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче ҫи, хӑвӑн килӳ-йышупа пӗрле савӑн.</verse>
				<verse number="27">Хӑв ҫывӑхӑнта пурӑнакан левита та айккинче ан хӑвар, мӗншӗн тесессӗн унӑн сирӗн хушшӑрта пай та, еткер ҫӗр те ҫук.</verse>
				<verse number="28">Виҫӗ ҫул иртсессӗн, ҫав ҫулхинех, ху мӗн ӗҫлесе тунин пӗтӗм вуннӑмӗш пайне уйӑр та [ҫавна] хӑвӑн килӳ-ҫуртунта хӑвар;</verse>
				<verse number="29">вара хӑв ҫывӑхӑнта пурӑнакансем: левит, — унӑн санпа пӗрле пай та, еткер ҫӗр те ҫук, — тата ютран килнӗ ҫын, тӑлӑх ача, тӑлӑх арӑм пыччӑр та ҫиччӗр, тӑранччӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑв аллупа тӑвакан пур ӗҫре те пиллесе пытӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Кашни ҫиччӗмӗш ҫул вӗҫӗнче парӑмлисене каҫар.</verse>
				<verse number="2">Акӑ мӗнле каҫармалла: кирек кам та, ҫывӑх ҫыннине кивҫен панӑ пулсассӑн, парӑма каҫартӑр, ҫывӑх ҫынран е тӑванӗнчен шыраса ан илтӗр, мӗншӗн тесессӗн каҫарассине Ҫӳлхуҫашӑн [санӑн Туррушӑн] тума хушнӑ;</verse>
				<verse number="3">ют ҫӗршыв ҫыннинчен шыраса ил, тӑванна мӗн панине пурне те каҫар.</verse>
				<verse number="4">Ӗнтӗ санӑн кӗлмӗҫсем пулмӗҫинччӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те туса тӑма тӑрӑшсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана еткерлӗхе илтӗр тесе паракан ҫӗр ҫинче пиллӗх парӗ;</verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана, Хӑй каланӑ пек, пиллӗ, вара эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху никамран та кивҫен илмӗн; эсӗ нумай халӑха пуҫ пулса тытса тӑрӑн, вӗсем хӑйсем сана пуҫ пулса тытса тӑраймӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул,</verse>
				<verse number="8">уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар;</verse>
				<verse number="9">сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн;</verse>
				<verse number="10">пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ;</verse>
				<verse number="11">кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.</verse>
				<verse number="12">Хӑвӑн тӑвану — еврей е еврей арӑмӗ — сана хӑйне сутсассӑн, унӑн ултӑ ҫул санӑн чуру пулмалла, ҫиччӗмӗш ҫулхине вара ӑна ху патӑнтан ирӗке кӑлар;</verse>
				<verse number="13">ӑна ху патӑнтан ирӗке янӑ чухне пушӑ алӑпа кӑларса ан яр,</verse>
				<verse number="14">мӗн кирлине ӑна хӑвӑн выльӑх кӗтӗвӗнчен, анкартинчен, юхтаркӑчран парса яр: хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине пар;</verse>
				<verse number="15">ан ман, эсӗ ху [та] Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑтарнӑ, эпӗ паян ҫакна ҫавӑнпа ӳкӗтлесе калатӑп та сана.</verse>
				<verse number="16">Эхер те вӑл сана хӑйне сан патӑнта лайӑх пулнӑран: «каймастӑп эпӗ сан патӑнтан: эпӗ сана та, сан ҫуртна та юрататӑп» тесессӗн,</verse>
				<verse number="17">эсӗ аллуна атпӑри ил те унӑн хӑлхине алӑк ҫумне чиксе шӑтар; вара вӑл ӗмӗрех санӑн чуру пулса юлӗ. Хӑрхӑмна та ҫаплах ту.</verse>
				<verse number="18">Ӑна ху патӑнтан ирӗке яма тивнӗшӗн чунна йывӑра ан ил: ӗнтӗ вӑл сана ултӑ ҫул хушшинче тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳленинчен икӗ хут ытларах ӗҫлесе панӑ; вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пӗтӗм тӑвас ӗҫӳнте пиллесе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="19">Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас;</verse>
				<verse number="20">ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи;</verse>
				<verse number="21">эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр,</verse>
				<verse number="22">ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать];</verse>
				<verse number="23">анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Авив уйӑхне уяса тӑр, Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, Пасха ту, мӗншӗн тесессӗн авив уйӑхӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ҫӗр варринче Египетран илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн ятне пуҫҫапма Хӑй суйласа илнӗ вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхран Пасха пус.</verse>
				<verse number="3">Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр;</verse>
				<verse number="4">ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, парас нихӑш кил-ҫуртра та Пасха пусма пултараймастӑн;</verse>
				<verse number="6">ӑна Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли Хӑй суйласа илнӗ вырӑнта ҫеҫ каҫпала, хӗвел аннӑ чухне, шӑпах хӑв Египетран тапранса тухнӑ вӑхӑтра, пус;</verse>
				<verse number="7">ӑна вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑнта пӗҫерсе ҫи, тепӗр кунне ӗнтӗ каялла таврӑнма, хӑвӑн чатӑрусене кӗме пултаратӑн.</verse>
				<verse number="8">Ултӑ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, уявӗпе сывпуллашма пултӑр; вӑл кун ан ӗҫле.</verse>
				<verse number="9">Ҫичӗ эрне шутласа ил; ҫичӗ эрнине шутлама вырмара ҫурла хывнӑ кунран пуҫла;</verse>
				<verse number="10">ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ эрне уявӗ ту, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура мӗн чухлӗ памаллине кӑмӑлу хушнӑ таран, вӑю ҫитнӗ таран пар;</verse>
				<verse number="11">савӑн вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче, Вӑл Хӑйӗн ятне асӑнма суйласа илнӗ вырӑнта ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр;</verse>
				<verse number="12">ан ман, эсӗ Египетра чура пулса пурӑннӑ, ҫакӑ йӗркесене уяса, пурӑнӑҫласа тӑр.</verse>
				<verse number="13">Йӗтем ҫинчи ӗҫӳпе юхтаркӑчри ӗҫӳ пуҫтарӑнса кӗрсессӗн, эсӗ ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ ту;</verse>
				<verse number="14">вара уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр;</verse>
				<verse number="15">[Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн.</verse>
				<verse number="16">Ҫулталӑкра виҫӗ хутчен арҫынсен пурин те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй суйласа илекен вырӑнта Ҫӳлхуҫа умне тӑмалла: тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗнче, ҫичӗ эрне уявӗнче тата хӳшӗ уявӗнче; никамӑн та Ҫӳлхуҫа умне пушӑ алӑпа пымалла мар,</verse>
				<verse number="17">кашнийӗн аллинче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура парне пултӑр.</verse>
				<verse number="18">Хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнма парас вырӑнта пур ҫӗрте те йӑх тӑрӑх тӳресем, халӑха пӑхса тӑракансем уйӑрса ларт: вӗсем халӑха тӳррипе сут туса тӑччӑр;</verse>
				<verse number="19">саккуна ан пӑс, ҫын кам иккенне ан пӑх, сӗрев ан ил, мӗншӗн тесессӗн сӗрев ӑслисене суккӑрлатать, тӗрӗс ӗҫех тӳнтерле кӑтартать;</verse>
				<verse number="20">чӗрӗ тӑрас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан ҫӗре еткерлӗхе илес тесессӗн, тӗрӗслӗхе, тӗрӗслӗхе шыра.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, валли парне вырӑнӗ тунӑ чухне ун ҫумне нимӗнле йывӑҫ кати те ан ларт,</verse>
				<verse number="22">юпа та ан ларт, ӑна хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру кураймасть.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, эсӗ айӑпӗ е урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пур вӑкӑр е сурӑх ан кӳр: Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, вӑл йӗрӗнчӗк ӗҫ пулӗ.</verse>
				<verse number="2">Сирӗн хушшӑрта хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан килӳ-ҫуртунта хӑшӗнче те пулин Ҫӳлхуҫа халалне пӑсса Унӑн умӗнче усал ӗҫ тунӑ арҫын е хӗрарӑм тупӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="3">вӑл, эпӗ хушманнине пӑхмасӑр, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене е хӗвеле, е уйӑха, е ҫӳлти пӗтӗм ҫара пуҫҫапма, вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="4">кун ҫинчен сана хыпар ҫитерсессӗн, эсӗ ҫавна илтсессӗн лайӑх тӗпчесе шыраса туп ӑна; ҫакӑ чӑнахах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫав ирсӗрлӗхе Израиль хушшинче тунӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="5">ҫав усал ӗҫе тунӑ арҫынна е хӗрарӑма хӑвӑн хапху патне илсе тух та чулпа персе вӗлер.</verse>
				<verse number="6">Вӗлермелле айӑпланӑ ҫын икӗ е виҫӗ кӳнтелен сӑмахӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлӗ: пӗр кӳнтелен ҫеҫ каласа кӑтартнипе вӗлерме тытса памалла мар;</verse>
				<verse number="7">ӑна вӗлермешкӗн ун ҫинче пуринчен малтан кӳнтеленсен алли пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.</verse>
				<verse number="8">Эхер те хӑш-хӑш ӗҫ тӗлӗшӗнчен сана юнпа юн хушшинчи, сутпа сут хушшинчи, хӗнӳ-ҫапупа хӗнӳ-ҫапу хушшинчи тавлашусене татса пама йывӑр пулсассӑн тата санӑн хапху анинче ҫынсем пӗр шухӑша килмесессӗн, эсӗ тӑр та Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, [Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илнӗ вырӑна кай,</verse>
				<verse number="9">унта левит священниксем патне тата ҫав вӑхӑтри тӳре патне пыр, вӗсенчен ыйт, вӗсем сана ӗҫе мӗнле татса памаллине калӗҫ;</verse>
				<verse number="10">вара Ҫӳлхуҫа [Турру Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илнӗ вырӑнта вӗсем сана мӗнле калӗҫ, эсӗ ҫапла ту, хӑвна мӗн вӗрентсе янине пурне те тума тӑрӑш;</verse>
				<verse number="11">вӗсем вӗрентнӗ саккун тӑрӑх, вӗсем палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх ту, вӗсем мӗн каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн.</verse>
				<verse number="12">Кам та кам ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, умӗнче ӗҫлесе тӑракан священника е [ҫав вӑхӑтри] тӳрене итлемесӗр чӑрсӑрланать, ҫавӑ вилӗме тивӗҫлӗ, — усала Израиль хушшинчен ҫапла пӗтерсе пыр;</verse>
				<verse number="13">ҫакна пӗтӗм халӑх илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен чӑрсӑрланаймӗ.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсе ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, ҫапла калӑн: «хам таврари ытти халӑхсем пек, хама тытса тӑма патша лартам-ха» тейӗн,</verse>
				<verse number="15">вара хӑвна тытса тӑмашкӑн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ ҫынна патшана ларт; хӑвна тытса тӑрас патшана тӑванусем хушшинчен суйласа ларт; хӑвна тытса тӑмашкӑн ют халӑх ҫыннине [патшана] лартма юрамасть: вӑл санӑн тӑвану мар.</verse>
				<verse number="16">Анчах вӑл хӑй валли лаша ӗрчеттерсе ан ятӑр, хӑй валли лаша ӗрчетмешкӗн халӑха Египет ҫӗрне каялла ан тавӑртӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире: «ҫак ҫулпа урӑх ан таврӑнӑр» тенӗ;</verse>
				<verse number="17">тата вӑл, нумай арӑм илсе, чӗрине ан ирсӗрлеттӗр, кӗмӗлӗпе ылтӑнне те виҫесӗр ан нумайлаттӑр.</verse>
				<verse number="18">Хӑй патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, вӑл левит священниксен аллинчи кӗнекерен хӑй валли ҫак саккун пуххине йӗркипе ҫырса илме тивӗҫлӗ,</verse>
				<verse number="19">ҫырса илни яланах унра пултӑр, ӑна вӑл мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вулатӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫаран, хӑйӗн Турринчен, хӑраса тӑма вӗрентӗр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑштӑр;</verse>
				<verse number="20">чӗри мӑнаҫланса кайнипе тӑванӗсем умӗнче хӑйне пысӑка хума ан тытӑнтӑр, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнтӑр: Израиль хушшинче унӑн тата унӑн ывӑлӗсен нумай ҫул патшара лармалла пултӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Левит священниксемшӗн, Левийӗн пӗтӗм йӑхӗшӗн, Израильпе пӗрле пай та, еткер ҫӗр те пулмӗ: вӗсен Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесемпе, Унӑн пайӗпе тӑранса пурӑнмалла;</verse>
				<verse number="2">хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче унӑн еткерлӗх пулмӗ: Турӑ ӑна хӑйне каланӑ пек, унӑн еткерлӗхӗ — Ҫӳлхуҫа Хӑй.</verse>
				<verse number="3">Халӑх парне кӳме илсе пынӑ вӑкӑрсенчен е сурӑхсенчен священниксене акӑ мӗн-мӗн памалла: хулне, янахне, хырӑмлӑхне священника памалла;</verse>
				<verse number="4">тата ӑна малтан ӗлкӗрнӗ тыррунтан, эрехӳнтен, йывӑҫ ҫӑвӗнчен, малтан каснӑ сурӑх ҫӑмӗнчен пай пар,</verse>
				<verse number="5">мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру Левий ывӑлне [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче] тӑмашкӑн санӑн мӗнпур йӑхунтан суйласа илнӗ: вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе [тата пиллӗх парса] тӑмалла.</verse>
				<verse number="6">Левит хӑйӗн чун-чӗри туртнипе Израиль [ывӑлӗсен] ҫӗрӗнчи пӗр-пӗр вырӑнтан, хӑй пурӑнакан пӗр-пӗр килтен Ҫӳлхуҫа суйласа илекен вырӑна пырсассӑн,</verse>
				<verse number="7">унта Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑракан хӑйӗн пӗтӗм тӑван левичӗ пекех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турришӗн ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="8">вӗсем пурте пӗр тан пайпа усӑ курса пурӑнччӑр, ҫав левит хӑй ашшӗн пурлӑхне сутса килнӗ пулсассӑн, вӑл ӑна хӑйнех пултӑр.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре пырса кӗрсессӗн унти халӑхсем туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрен:</verse>
				<verse number="10">санӑн хушшунта хӑй ывӑлне е хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларакан, пӗлӗмҫӗ, юмӑҫ, тухатмӑш, асамҫӑ,</verse>
				<verse number="11">илӗртмӗш, сывлӑшсене чӗнсе кӑларакан, ӑрӑмҫӑ, вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен пулмалла мар:</verse>
				<verse number="12">ҫавна тӑвакан кирек хӑш ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗр, ҫав ирсӗрлӗхсемшӗн ӗнтӗ санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене сан умӑнтан хӑваласа кӑларать;</verse>
				<verse number="13">хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче айӑпсӑр пул;</verse>
				<verse number="14">эсӗ хӑваласа яракан ҫав халӑхсем юмӑҫсемпе пӗлӗмҫӗсене итлеҫҫӗ, сана вара хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру ун пек тума паман.</verse>
				<verse number="15">Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑр хушшӑртан, хӑвӑн тӑванусем хушшинчен, ман пек пророк кӑларса парӗ, Ӑна итлӗр;</verse>
				<verse number="16">мӗншӗн тесессӗн эсӗ Хорив патӗнче пуху кунӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан ҫапла каласа ыйтрӑн: ӳлӗмрен мана хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн сасси ан илтӗнтӗрччӗ, ҫак хӑватлӑ вут-ҫулӑм та мана урӑх ан курӑнтӑрччӗ — манӑн вилес марччӗ, терӗн.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван;</verse>
				<verse number="18">Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ;</verse>
				<verse number="19">кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп;</verse>
				<verse number="20">анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ хӑвӑн ӑшунта: «Ҫӳлхуҫа каламан сӑмаха мӗнле пӗлӗпӗр-ха эпир?» тесе шухӑшласассӑн,</verse>
				<verse number="22">пӗлсе тӑр: пророкӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе тесе каланӑ пулсассӑн, анчах ҫавӑ чӑн пулса вырӑна килмесессӗн, ҫав сӑмаха Ҫӳлхуҫа каламан ӗнтӗ, ӑна пророкӗ хӑй чӑрсӑрланса каланӑ, — унран ан хӑра, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗрӗн халӑхӗсене пӗтерсессӗн, эсӗ ху вӗсем хыҫҫӑн еткерлӗхе кӗрсе вӗсен хулисемпе ҫурчӗсене пурӑнма вырӑнаҫсассӑн,</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче виҫӗ хула суйласа ил;</verse>
				<verse number="3">ҫул хыв, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан пӗтӗм еткер ҫӗре виҫӗ пая уйӑр; вӗсем ҫын вӗлерекеншӗн кирек камшӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫын вӗлерекенӗ акӑ мӗнлескерӗ унта тарса чӗрӗ юлма пултарать: кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, ӑна вӗлерме шухӑш тытман халлӗнех, уншӑн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман вӑхӑтрах, ӑнсӑртран вӗлерсе пӑрахать — ҫавӑ;</verse>
				<verse number="5">кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннипе вӑрмана вутӑ касма кайсассӑн, пуртӑ тытнӑ аллине йывӑҫ касма сулса янӑ чухне пуртти авринчен вӗҫерӗнсе ҫывӑх ҫынна лексе ӑна вӗлерсе пӑрахрӗ пулсассӑн, ҫавӑ вара, чӗрӗ юлас тесе, хайхи виҫӗ хуларан пӗрне тарса ӳктӗр:</verse>
				<verse number="6">юншӑн тавӑраканӗ, чӗри тарӑхса-хӗрсе кайнипе, ун хыҫҫӑн хӑваласа ан каяйтӑр, ӑна инҫе ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе ан вӗлерейтӗр, унсӑр пуҫне тата вӑл айӑпа тивӗҫлӗ те мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗлернӗ ҫыннишӗн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман;</verse>
				<verse number="7">ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ эпӗ сана: виҫӗ хула уйӑрса ил, терӗм.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, ҫӗрӳн чиккисене сарса аҫусене пама пулнӑ пӗтӗм ҫӗре сана парсассӑн,</verse>
				<verse number="9">эсӗ паян эпӗ хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине, ҫак пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑма, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратса пурӑнма, ӗмӗр тӑршшӗпех Унӑн ҫулӗпе ҫӳреме тӑрӑшсассӑн, ҫав виҫӗ хула ҫумне тата виҫӗ хула хуш,</verse>
				<verse number="10">ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче айӑпсӑр ҫыннӑн юнӗ ан тӑкӑнтӑр, сан ҫинче юн [айӑпӗ] ан пултӑр.</verse>
				<verse number="11">Анчах та [сан патӑнта] кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннишӗн тӑшман пулса ӑна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет пулсассӑн, ӑна вӗлерес тесех вӗлерет пулсассӑн, унтан ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳкет пулсассӑн,</verse>
				<verse number="12">вӑл пурӑннӑ хулари аслӑ ҫынсен ӑна каялла илсе килмешкӗн ҫын ямалла, ӑна юншӑн тавӑраканӗн аллине вӗлерме тытса памалла;</verse>
				<verse number="13">ӑна куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр; Израиль ҫинчен айӑпсӑр ҫыннӑн юнне ҫуса яр, вара сана ырӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫывӑх ҫыннун хир чиккине ан пӑс, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе паракан ҫӗрӳнте сана тивӗҫес пайпа унӑн пайне мӑн аслаҫусемех чикӗленӗ.</verse>
				<verse number="15">Кама та пулсан мӗнле те пулин айӑпӗшӗн, мӗнле те пулин усал ӗҫӗшӗн, мӗнле те пулин ҫылӑхӗшӗн айӑплама пӗр кӳнтелен кӑтартса пани ҫителӗксӗр: [кирек мӗнле] ӗҫе те икӗ кӳнтелен сӑмахӗ е виҫӗ кӳнтелен сӑмахӗ татса парать.</verse>
				<verse number="16">Эхер те суя кӳнтелен кама та пулин усал ӗҫ тунӑ тесе тапӑнать пулсассӑн,</verse>
				<verse number="17">ҫав тавӑҫакан икӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫа умне, ҫав вӑхӑтри священниксемпе тӳресем умне тӑтӑр;</verse>
				<verse number="18">тӳрисен лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, эхер те кӳнтеленӗ суя кӳнтелен пулсассӑн, хӑй тӑванӗ ҫинчен суя сӑмах ҫитернӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="19">вӑл хӑйӗн тӑванне мӗн тума шухӑшланӑ, ӑна хӑйне ҫавӑн пек тӑвӑр; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр;</verse>
				<verse number="20">ыттисем илтӗҫ те хӑраса кайӗҫ, ӳлӗмрен сирӗн хушшӑрта ҫапла усал ӗҫ тумӗҫ;</verse>
				<verse number="21">[ӑна] куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: чуншӑн — чун, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн — ура. [Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине кам мӗнле сиен кӳрет, ӑна хӑйне ҫапла тумалла.]</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухсассӑн, унӑн учӗсемпе ҫар ураписем [тата] халӑхӗ те санӑннинчен нумайраххине курсассӑн, ан хӑра вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн санпа пӗрле хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру, Вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫапӑҫу тытӑнаспа священник пырса халӑхпа калаҫтӑр,</verse>
				<verse number="3">вӑл халӑха ҫапла калатӑр: эй Израиль, итле! эсир паян хӑвӑр тӑшманӑрсене хирӗҫ вӑрҫа кӗретӗр, чӗрӗрсем шуйханса ан ӳкчӗр сирӗн, ан хӑрӑр, ан шикленӗр, сехӗрленсе ан тӑрӑр вӗсенчен:</verse>
				<verse number="4">сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫма [тата] сире ҫӑлса хӑварма сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Туррӑр пырать, тетӗр.</verse>
				<verse number="5">Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр;</verse>
				<verse number="6">кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр;</verse>
				<verse number="7">кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.</verse>
				<verse number="8">Халӑха пӑхса тӑракансем тата ҫапла каласа пӗлтерӗҫ: кам хӑравҫӑ та хавшак, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: вӑл хӑйӗн чӗрине кура тӑванӗсене те шиклӗ чӗреллӗ туса ан ятӑр, тейӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Халӑха пӑхса тӑракансем ҫакна пӗтӗмпе каласа пӗтерсессӗн, ҫар пуҫлӑхӗсене халӑха ертсе кайма тӑратмалла.</verse>
				<verse number="10">Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн;</verse>
				<verse number="11">эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ;</verse>
				<verse number="12">вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил,</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух;</verse>
				<verse number="14">арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн;</verse>
				<verse number="15">ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна паракан ҫак халӑхсен хулисенче вара пӗр чуна та чӗрӗ ан хӑвар,</verse>
				<verse number="17">хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру хушнӑ пек, вӗсене — хетсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене, иевусейсене [тата гергесейсене] — тӗппипе пӗтермелле тупала:</verse>
				<verse number="18">вӗсем сире хӑйсен туррисемшӗн туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрентчӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫылӑха кӗмелле ан пултӑр.</verse>
				<verse number="19">[Мӗнле те пулин] хулана туртса илес тесе ӑна нумай хушӑ хупӑрласа тӑратӑн пулсассӑн, унӑн ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫӗсене ан ҫӗмӗр, ҫав таврари ҫӗрсене те пушӑ тӑратса ан хӑвар: хирти йывӑҫ этем мар, вӑл санран хӳмепе ҫирӗплетнӗ вырӑна тарса пытанаймӗ;</verse>
				<verse number="20">эсӗ хӑш йывӑҫсем апата юрӑхлӑ ҫимӗҫ паманнине пӗлетӗн, ҫавсене вара хуҫма-касма пултаратӑн, вӗсенчен хӑвӑнпа вӑрҫӑ вӑрҫакан хулана мӗн парӑнтаричченех хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗ хӳтӗсем тума пултаратӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн,</verse>
				<verse number="2">санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр;</verse>
				<verse number="3">вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те</verse>
				<verse number="4">ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр;</verse>
				<verse number="5">унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,]</verse>
				<verse number="6">виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр,</verse>
				<verse number="7">вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман;</verse>
				<verse number="8">эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр. Ҫапла вӗсем юнран тасалӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ыррине,] тӗрӗссине туса тӑрас тетӗн пулсассӑн, айӑпсӑрӑн юнне санӑн ху патӑнта ҫапла ҫуса ямалла.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене санӑн аллуна ӳкерсессӗн, эсӗ вӗсене тыткӑна илсессӗн,</verse>
				<verse number="11">тыткӑна лекнисем хушшинче сӑнӗпе хитре хӗрарӑма курса юратса пӑрахсассӑн, ӑна качча илессӳ килсессӗн,</verse>
				<verse number="12">эсӗ ӑна хӑвӑн килне илсе пыр, вӑл вара ҫӳҫне илтӗр, чӗрнине кастӑр,</verse>
				<verse number="13">хӑй ҫийӗнчен тыткӑна лекнисен тумтирне хывса пӑрахтӑр, ҫапла вара ашшӗпе амӑшӗшӗн йӗре-йӗре сан килӳнте пӗр уйӑх пурӑнтӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ ун патне кӗрсе унӑн упӑшки пулма пултаратӑн, вӑл санӑн арӑму пулӗ;</verse>
				<verse number="14">эхер те кайран вӑл сана килӗшми пулсассӑн, эсӗ ӑна хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кӑларса яр, анчах кӗмӗлле ан сут, чура пулма та ан пар, мӗншӗн тесессӗн ӑна эсӗ арӑм тунӑ.</verse>
				<verse number="15">Камӑн та камӑн икӗ арӑм — пӗри юратнӑ, тепӗри юратман арӑм пулсассӑн, юратнӑ арӑмӗ те, юратманни те ӑна ывӑл ҫуратса парсассӑн, малтан ҫуралнийӗ юратман арӑмӗн ывӑлӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="16">ывӑлӗсене хӑй пурлӑхне уйӑрса панӑ чухне ҫав ҫын юратнӑ арӑмӗн ывӑлне юратманнин малтан ҫуралнӑ ывӑлӗнчен мала хума пултараймасть;</verse>
				<verse number="17">малтан ҫурални тесе унӑн юратман арӑмӗн ывӑлне йышӑнмалла, ӑна хӑйӗн икӗ пайне памалла, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ вӑйӗн пуҫламӑшӗ, малтанхи ывӑл тивӗҫлӗхӗ ун ҫине килет.</verse>
				<verse number="18">Камӑн та пулин ывӑлӗ кӑра та чарусӑр пулсассӑн, вӑл ашшӗ каланине те, амӑшӗ каланине те итлемест пулсассӑн, хӑйне ашшӗпе амӑшӗ хаса парсассӑн та вӗсене пӑхӑнмасть пулсассӑн,</verse>
				<verse number="19">ӑна ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хулин аслӑ ҫыннисем патне, хӑйсем пурӑнакан вырӑнӑн хапхи патне илсе пыччӑр,</verse>
				<verse number="20">унта хуланӑн аслӑ ҫыннисене калаччӑр: «пирӗн ҫак ывӑл кӑра, пӑхӑнмасть, пирӗн сӑмаха итлемест, укҫа салатать, ӗҫкӗҫӗ» теччӗр,</verse>
				<verse number="21">вара хула ҫыннисем пурте ӑна чулпа пере-пере вӗлерччӗр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр, вара Израиль ҫыннисем пурте ҫакӑн ҫинчен илтӗҫ те хӑрама пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Кам та пулин вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тусассӑн, ӑна вӗлерсессӗн, эсӗ ӑна йывӑҫран ҫаксассӑн,</verse>
				<verse number="23">унӑн ӳчӗ йывӑҫ ҫинче ҫӗр каҫмалла мар, ӑна ҫав кунах пытар, мӗншӗн тесессӗн [йывӑҫ ҫинче] ҫакӑнса тӑракан [кирек кам та] Турӑ умӗнче ылханлӑ, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗре ан ирсӗрлет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар;</verse>
				<verse number="2">тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар;</verse>
				<verse number="3">унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.</verse>
				<verse number="4">Тӑванун ҫул ҫинче ӳкнӗ ашакне е вӑкӑрне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан кай, вӗсене тӑванупа пӗрле ҫӗклесе тӑрат.</verse>
				<verse number="5">Хӗрарӑм ҫийӗнче арҫын тумтирӗ ан пултӑр, арҫыннӑн та хӗрарӑм кӗпине тӑхӑнма юрамасть, ҫакна тӑвакан кирек кам та санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ирсӗр.</verse>
				<verse number="6">Ҫул ҫинче эсӗ мӗнле те пулин йывӑҫ ҫинче е ҫӗр ҫинче кайӑк йӑви тӗлне пулсассӑн, йӑвинче чӗпӗсем е ҫӑмартасем пулсассӑн, амӑшӗ чӗпписем ҫинче е ҫӑмарта ҫинче ларать пулсассӑн, пуслӑхӗпе пӗрле амӑшне ан ил:</verse>
				<verse number="7">амӑшне ирӗке яр та чӗпписене ил — сана ырӑ пултӑр, кунҫулу вӑрӑм килтӗр.</verse>
				<verse number="8">Ҫӗнӗ ҫурт лартатӑн пулсассӑн, ун тӑрри тавра карлӑк тытса ҫавӑр: ун тӑрринчен кам та пулин ӳксе сан ҫурту ҫинче юн пулмалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑн иҫӗм пахчине икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак: ун пек тусассӑн, кайран [хӑвӑн] иҫӗм пахчине акса хӑварнӑ вӑрлӑх ҫимӗҫне пӗтермелле пулӗ санӑн.</verse>
				<verse number="10">Вӑкӑрпа ашака пӗрле кӳлсе ака ан ту.</verse>
				<verse number="11">Тӗрлӗ япаларан, ҫӑм ҫиппипе йӗтӗн ҫиппи хутӑштарса тӗртнӗ пиртен тунӑ тумтир ан тӑхӑн.</verse>
				<verse number="12">Ху витӗнекен ҫивиттин тӑватӑ кӗтессине ҫӳҫе яр.</verse>
				<verse number="13">Кам та кам авланса арӑмӗ патне кӗрет те ӑна курайми пулать пулсассӑн,</verse>
				<verse number="14">ӑна пӑсӑлнӑ хӗр тесе, унӑн ятне ярса: «эпӗ ҫак хӗре качча илсе ун патне кӗтӗм те унӑн хӗрлӗхне тупмарӑм» теет пулсассӑн,</verse>
				<verse number="15">кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗн хӗрлӗх паллисене хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне хапха патне илсе тухчӑр;</verse>
				<verse number="16">кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗ аслӑ ҫынсене калатӑр: хамӑн хӗрӗме эпӗ ҫак ҫынна качча панӑччӗ те, [халӗ] вӑл ӑна курайми пулнӑ,</verse>
				<verse number="17">ӗнтӗ вӑл [ун ҫинчен]: «эпӗ санӑн хӗрӳн хӗрлӗхне тупмарӑм» тесе ят ярса ҫӳрет; ман хӗрӗмӗн хӗрлӗх паллисем акӑ, тетӗр. Вара хӗр тумтирне хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне сарса хурӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем упӑшкана айӑплаччӑр та</verse>
				<verse number="19">ӑна ҫӗр сикль кӗмӗл тӳлеттермелле туччӑр, Израиль хӗрӗ ҫинчен лайӑх мар сӑмах кӑларнӑшӑн ун укҫине хуньӑшне паччӑр; хӗрӗ унӑн арӑмех пулса юлтӑр, упӑшки унран хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех уйӑрӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="20">Эхер те вӑл мӗн калани чӑн пулсассӑн, кӗҫӗн ҫыннӑн хӗрлӗхӗ тупӑнманах пулсассӑн,</verse>
				<verse number="21">ӑна хӑйӗн ашшӗ килӗн алӑкӗ патне илсе пыччӑр, хула ҫыннисем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ килӗнче асса Израиль хушшинче намӑс ӗҫ тунӑ; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.</verse>
				<verse number="22">Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа выртнине курсассӑн, вӗсене иккӗшне те — ют арӑмпа выртнӑ арҫыннине те, хӗрарӑмне те — вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе Израиль ҫумӗнчен ҫапла пӗтерсе пыр.</verse>
				<verse number="23">Ҫураҫнӑ ҫамрӑк хӗре хулара кам та пулин тӗл пулса унпа пӗрле выртсассӑн,</verse>
				<verse number="24">вӗсене иккӗшне те ҫав хуланӑн хапхи патне илсе тухса чулпа персе вӗлерӗр: хӗрне — хула хушшинче кӑшкӑрманшӑн, арҫыннине — ҫывӑх ҫыннин арӑмне пӑснӑшӑн; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.</verse>
				<verse number="25">Ҫураҫнӑ хӗре кам та пулин хирте тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, арҫыннине ҫеҫ вӗлерме тытса памалла,</verse>
				<verse number="26">хӗрне вара нимӗн те ан ту; вӑл вилмелле усал ӗҫ туман: ӑна ҫапла хур кӑтартни кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине тапӑнса вӗлернипе пӗрех,</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн тесессӗн арҫынни ӑна хирте тӗл пулнӑ, ҫураҫнӑ хӗр кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман.</verse>
				<verse number="28">Кам та кам ҫураҫман хӗре тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, вӗсене асӑрхаса тытсассӑн,</verse>
				<verse number="29">хӗрпе выртнӑ ҫыннӑн хӗрӗн ашшӗне аллӑ [сикль] кӗмӗл памалла, хӗрӗ вара унӑн арӑмӗ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн лешӗ ӑна пӑсӑка кӑларнӑ; хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑл арӑмӗнчен уйӑрӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="30">Никамӑн та хӑйӗн ашшӗн арӑмне илмелле мар — ашшӗ тумтирӗн аркине уҫма юрамасть.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Арҫыннӑн ҫӑмарти аманнӑ пулсассӑн е унӑн ар хатӗрне касса илнӗ пулсассӑн, ҫавӑ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть.</verse>
				<verse number="2">Аскӑн арӑм ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть, унӑн вуннӑмӗш сыпӑкӗ те Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть.</verse>
				<verse number="3">Аммон ҫыннипе Моав ҫынни Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймаҫҫӗ, вӗсен вуннӑмӗш сыпӑкӗ те Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть,</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн тесессӗн вӗсем эсир Египетран килнӗ чухне сире ҫул ҫинче ҫӑкӑрпа, шывпа кӗтсе илмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сана хирӗҫ пулса ылханмашкӑн Месопотамири Пефор хулинчи Валаама, Веор ывӑлне, тара тытнӑ;</verse>
				<verse number="5">анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Валаама итлес темен, унӑн ылханне Ҫӳлхуҫа Турру саншӑн пиллӗхе ҫавӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру сана юратать.</verse>
				<verse number="6">Вӗсене хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сун.</verse>
				<verse number="7">Идумея ҫыннине ан тирке: вӑл санӑн тӑвану; Египет ҫыннине те ан тирке: эсӗ унӑн ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="8">вӗсенӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкра ҫуралас ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ ҫарпа тухсассӑн, мӗнпур начарринчен сыхланса тӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫӗрле юхса тухнине пула кам та пулин тасамарланчӗ пулсассӑн, унӑн тапӑртан тухмалла та каялла кӗмелле мар,</verse>
				<verse number="11">каҫ пулсассӑн унӑн [хӑйӗн ӳт-тирне] шывпа ҫуса тасатмалла, вара, хӗвел анса ларсассӑн, вӑл тапӑра кӗме пултарать.</verse>
				<verse number="12">Санӑн тула тухмалли вырӑну тапӑр тулашӗнче пулмалла;</verse>
				<verse number="13">кӑралсӑр пуҫне сан ҫумӑнта тата пӗчӗк кӗреҫе пултӑр; тапӑр тулашӗнче ларас умӗн унпала [лакӑм] алт та кайран [унпала] хӑвӑн каяшна витсе хур:</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӑлас тесе, тӑшманусене [санӑн аллуна] тытса парас тесе тапӑру хушшинче ҫӳрет, ҫавӑнпа тапӑру санӑн таса пулмалла, Вӑл сан патӑнта ирсӗр япала курса санран ан сивӗнтӗр.</verse>
				<verse number="15">Сан патна хӑйӗн хуҫинчен тарса пынӑ чурана хуҫине ан пар;</verse>
				<verse number="16">вӑл сан патӑнта пурӑнтӑр, сирӗн хушшӑрта санӑн килӳ-ҫуртунтан хӑшне килӗштерсе суйласа илет, вӑл ҫав вырӑнта [пурӑнтӑр]; ӑна ан хӗсӗрле.</verse>
				<verse number="17">Израиль хӗрӗсенчен аскӑн арӑм тухмалла мар, Израиль ывӑлӗсенчен аскӑн ар тухмалла мар.</verse>
				<verse number="18">Нимӗнле йӗркепе те хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне аскӑн арӑм тӳлевне е йытӑ хакне ан хыв, мӗншӗн тесессӗн ку та, лешӗ те санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче йӗрӗнчӗк.</verse>
				<verse number="19">Хӑвӑн тӑванна усламла кӗмӗл те, ҫӑкӑр та, услам илме май пуррине нимӗн те ан пар;</verse>
				<verse number="20">ют ҫӗр ҫыннине усламла пар, хӑвӑн тӑванна усламла ан пар, ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ҫинче ху тӑвакан пур ӗҫре те пиллесе тӑтӑр.</verse>
				<verse number="21">Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна сӑмах паратӑн пулсассӑн, ӑна пӗр тӑхтамасӑр пурӑнӑҫла, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру ӑна санран пурпӗрех шыраса илӗ, унсӑрӑн сан ҫинче ҫылӑх пулӗ;</verse>
				<verse number="22">эхер те эсӗ сӑмах паман пулсассӑн, сан ҫинче ҫылӑх пулмӗ.</verse>
				<verse number="23">Чӗлхӳ-ҫӑварунтан мӗн тухнине, Ҫӳлхуҫа Турруна хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа каласа ирӗккӗн парне кӳме сӑмах панине ҫирӗп тытса тӑр, ӑна пурӑнӑҫла.</verse>
				<verse number="24">Ҫывӑх ҫыннун иҫӗм пахчине кӗрсессӗн, ҫырлине кӑмӑлу туличченех, тӑраничченех ҫиме пултаратӑн, анчах савӑтна ан тултар.</verse>
				<verse number="25">Ҫывӑх ҫыннун тырӑ пуссине пырсассӑн, пучахӗсене алӑ вӗҫҫӗн тат, анчах тырри хушшине ҫурла ан чик.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Кам та кам хӗр илсе унӑн упӑшки пулать, кайран арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли тупнипе унран сивӗнет пулсассӑн, упӑшкийӗ уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫыртӑр, ҫырӑва арӑмне алӑран парса ӑна килӗнчен кӑларса ятӑр,</verse>
				<verse number="2">арӑмӗ вара унӑн килӗнчен тухса кайӗ те урӑх ҫынна качча тухӗ,</verse>
				<verse number="3">анчах ҫак юлашки упӑшки те ӑна, курайми пулса, уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫырса килӗнчен кӑларса ярсассӑн е ӑна качча илнӗ ҫав юлашки упӑшки вилсе кайсассӑн,</verse>
				<verse number="4">унӑн пӗрремӗш упӑшки, ӑна кӑларса янӑскер, ҫапла чыссӑрланнӑ арӑмне тепӗр хут арӑм тума илеймест: ку вӑл Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче йӗрӗнчӗк ӗҫ пулать, хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе парас ҫӗре ан ирсӗрлет.</verse>
				<verse number="5">Кам хальтерех авланнӑ, ҫавӑ вӑрҫа ан кайтӑр, ун ҫине нимӗнле тивӗҫ те хумалла мар; пӗр ҫул хушши вӑл хӑйӗн килӗнче ирӗкре юлтӑр, качча илнӗ арӑмне савӑнтарса пурӑнтӑр.</verse>
				<verse number="6">Никамӑн та алӑ арманӗн ҫиелти е тӗпри чулне салука илмелле мар, ун пек ҫын чуна салука илет.</verse>
				<verse number="7">Кам та кам хӑйӗн тӑванӗсенчен, Израиль ывӑлӗсенчен, хӑшне те пулин вӑрласа кайнипе, ӑна чура туса сутса янипе лекет, ҫавӑн пек вӑрра вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.</verse>
				<verse number="8">Асту, тилҫе ҫыпҫӑнсассӑн, хӑвӑра левит священниксем вӗрентес пӗтӗм [саккуна] тӗрӗс тытса, тӗплӗ пурӑнӑҫласа тӑр; эпӗ вӗсене мӗн хушнине тӗплӗн пурӑнӑҫласа тӑрӑр;</verse>
				<verse number="9">хӑвӑр Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа Турру Мариама ҫул ҫинче мӗн тунине асӑнта тытсах тӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫывӑх ҫыннуна мӗн те пулин кивҫен парсассӑн, ун патне салук илме кайсассӑн, килне ан кӗр,</verse>
				<verse number="11">урамра кӗтсе тӑр, эсӗ кивҫен панӑ ҫын вара хӑйӗн салукне урама илсе тухса парӗ;</verse>
				<verse number="12">эхер те вӑл чухӑн ҫын пулсассӑн, эсӗ унӑн салукне ху ҫывӑрма выртиччен [хӑвӑн патӑнта] тытса ан тӑр;</verse>
				<verse number="13">хӗвел анса ларнӑ чухне ӑна салукне каялла тавӑрса пар: вӑл хӑйӗн тумтирӗпе ҫывӑрма вырттӑр та сана ырӑ сунтӑр — ҫакӑ санӑн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тунӑ тӳрӗ ӗҫ шутланать.</verse>
				<verse number="14">Хӑвӑн тӑванусенчен е ютран килсе сан ҫӗрӳнте, сан килӳ-ҫуртунта пурӑнакансенчен тара кӗрӗшсе ӗҫлекене — чухӑн, кӗлмӗҫ ҫынна — ан кӳрентер;</verse>
				<verse number="15">ӑна ӗҫӗшӗн хунӑ хака ҫав куннех, хӗвел анса ларичченех, тӳлесе тат, мӗншӗн тесессӗн вӑл чухӑн, чунӗ ҫавна кӗтет: унӑн сана ӳпкелесе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнмалла ан пултӑр, сан ҫинче ҫапла ҫылӑх ан пултӑр.</verse>
				<verse number="16">Ашшӗсене ачисен айӑпӗшӗн вӗлермелле мар, ачисене те ашшӗсен айӑпӗшӗн вӗлермелле мар; кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн вилӗме тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="17">Ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана [тата тӑлӑх арӑма] тӗрӗс мар сут ан ту, тӑлӑх арӑмӑн тумтирне салука ан ил;</verse>
				<verse number="18">асӑнта тыт: эсӗ ху та Египетра чура пулса пурӑннӑ, сана унтан Ҫӳлхуҫа [Турру] ҫӑлса кӑларнӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.</verse>
				<verse number="19">Хирте тырӑ вырнӑ чухне ану ҫине кӗлте манса хӑварсассӑн, ӑна илмешкӗн каялла ан таврӑн: вӑл ӗнтӗ ютран килнӗ ҫын валли, [кӗлмӗҫ валли,] тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр, ҫавӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турру ху аллупа тӑвакан пур ӗҫӳнте те пиллӗх патӑр.</verse>
				<verse number="20">Ҫу йывӑҫҫисене силлесе ҫырлине пуҫтарнӑ чухне ху хыҫҫӑн туратсене ан тӗрӗсле: мӗн юлни ютран килнӗ ҫын валли, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр. [Асӑнта тыт: эсӗ ху та Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.]</verse>
				<verse number="21">Хӑвӑн иҫӗм пахчинче ҫырла татнӑ чухне ху хыҫҫӑн юлнине ан пуҫтар: ютран килнӗ ҫын валли, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр;</verse>
				<verse number="22">асӑнта тыт: эсӗ Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Ҫынсем хушшинче тавӑҫ тухсассӑн, вӗсене сута илсе пырса сут туччӑр, тӳррине тӳрре кӑларччӑр, айӑплине айӑпа хӑварччӑр;</verse>
				<verse number="2">айӑплине хӗнемелле пулсассӑн, тӳре ӑна айӑпне кура миҫе хутчен ҫапнине шутласа тӑма хӑй умӗнче вырттарса хӗнеме хуштӑр;</verse>
				<verse number="3">ӑна хӗрӗх хутчен ҫапма юрать, унтан ытла мар: нумай хӗненипе тӑвану сан куҫу умӗнче сӑнсӑрланса ан пӗттӗр.</verse>
				<verse number="4">Авӑн аштарнӑ чухне вӑкӑр ҫӑварне ан хупла.</verse>
				<verse number="5">Пӗрле пурӑнакан пӗртӑвансенчен пӗри ывӑл курмасӑр вилет пулсассӑн, унӑн арӑмӗн урӑх ҫӗре ют ҫынна качча тухмалла мар, ывӑлсемӗ ун патне кӗрсе ӑна арӑм тума илтӗр, унпа пурӑнма тытӑнтӑр, —</verse>
				<verse number="6">арӑмӗ малтан ҫуратакан ывӑл ача вара ывӑлсемӗн вилнӗ пиччӗшӗн ачи шутланмалла, ҫапла унӑн, вилнӗ тӑванӗн, ячӗ Израиль хушшинчен ҫухалмалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="7">Ывӑлсемӗ инкӗшне качча илесшӗн мар пулсассӑн, ҫав арӑм хапха патне аслӑ ҫынсем умне тухӗ те: «манӑн ывӑлсемӗм хӑй пиччӗшӗн ятне Израиль хушшинче сыхласа хӑварма килӗшмест, мана качча илесшӗн мар» тейӗ;</verse>
				<verse number="8">ун пек чухне ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем ӑна чӗнсе илсе ӳкӗтлеме тивӗҫлӗ, анчах та лешӗ ура ҫине тӑрса: «ман ӑна качча илес килмест» теет пулсассӑн,</verse>
				<verse number="9">инкӗшӗ аслӑ ҫынсенӗн куҫӗ умӗнче ун патне пытӑр та ун уринчен аттине хывса илтӗр, унтан питӗнчен сурса ҫапла калатӑр: «хӑй тӑванӗн йӑхне сыхласа хӑварма тӑрӑшман ҫынна [Израиль хушшинче] ҫапла тӑваҫҫӗ» тетӗр;</verse>
				<verse number="10">вара Израильре ӑна «ҫара ураллин килӗ» тесе ят парӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Арҫынсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ чухне [вӗсенчен] пӗрин арӑмӗ упӑшкине ҫӑлас тесе пырсассӑн, аллине тӑсса, упӑшкине хӗнекене намӑс вырӑнӗнчен ярса илсессӗн,</verse>
				<verse number="12">унӑн аллине касса тат — куҫу [ӑна] хӗрхенсе ан тӑтӑр.</verse>
				<verse number="13">Санӑн хутаҫунта икӗ тӗрлӗ — ытларах тата сахалтарах — кӑтартакан кире пуканӗсем пулмалла мар;</verse>
				<verse number="14">санӑн килӳнте икӗ тӗрлӗ — ытларах тата сахалтарах — кӑтартакан ефа пулмалла мар;</verse>
				<verse number="15">санӑн кире пуканӗ йӑнӑшсӑр, тӗрӗс пулмалла, санӑн ефа та йӑнӑшсӑр, тӗрӗс пулмалла, ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна [еткерлӗхе] парас ҫӗрӳ ҫинче кунҫулу санӑн вӑрӑм пултӑр;</verse>
				<verse number="16">санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакан кирек кам та ирсӗр.</verse>
				<verse number="17">Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт:</verse>
				<verse number="18">вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман;</verse>
				<verse number="19">ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Эсӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫине пырса кӗрсессӗн, ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн,</verse>
				<verse number="2">хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ҫӗрӳ ҫинчен чи малтан пуҫтарнӑ пур тӗрлӗ ҫимӗҫе илсе пӗрнене тултар та Ҫӳлхуҫа Турру Хӑйӗн ятне пуҫҫапма суйласа илнӗ вырӑна кай;</verse>
				<verse number="3">ҫав вӑхӑтри священник патне пыр та ӑна кала: эпӗ паян санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче чунӑма уҫса каласа паратӑп: эпӗ Ҫӳлхуҫа пирӗн аттемӗрсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре ҫитсе кӗтӗм, те.</verse>
				<verse number="4">Священник пӗрнене санӑн аллунтан илӗ те Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнӗ умне лартӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ вара Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫапла кала: манӑн аттем ҫул ҫӳрекен Арам ҫынни пулнӑ, Египета кайса, пысӑках мар ушкӑн ҫынпа унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнта унран аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса кайнӑ, те;</verse>
				<verse number="6">анчах Египет ҫыннисем пире хӗн-инкек кӑтартнӑ, пире хӗсӗрленӗ, йывӑр ӗҫпе тертлентернӗ;</verse>
				<verse number="7">вара эпир аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе йӑлӑнма тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа эпир йӗрсе йӑлӑннине илтнӗ, пирӗн асапӑмӑра, пирӗн йывӑр ӗҫӗмӗре, пире мӗнле пусмӑрланине курнӑ;</verse>
				<verse number="8">вара Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен [Хӑйӗн аслӑ тӗреклӗхӗпе тата] хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе, сехӗрлентерекен хӑрушлӑхсем ярса, паллӑсем кӑтартса, кӗтретсем туса [Хӑй] илсе тухнӑ,</verse>
				<verse number="9">ҫапла пире ҫак вырӑна илсе ҫитерчӗ, пире ҫак ҫӗре — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пачӗ;</verse>
				<verse number="10">акӑ ӗнтӗ эпӗ, эй Турӑҫӑм, Эсӗ мана панӑ ҫӗрӗмӗн, [сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗрӗн,] чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫӗсене илсе килтӗм, тесе кала. Вара ҫавна пӗтӗмпе хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пуҫҫап,</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна, хӑвӑн килне панӑ пӗтӗм ырӑлӑхшӑн савӑн, ху та, левит та, ху патна ютран килнӗ ҫын та — пурте пӗрле савӑнӑр.</verse>
				<verse number="12">Виҫҫӗмӗш ҫулхине, вуннӑмӗш пайсен ҫулӗнче, эсӗ, хӑвӑн [ҫӗрӳ] ӳстернӗ пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне уйӑрса илсе, ӑна хӑвӑн килӳ-ҫуртунта ҫиччӗр, тӑранччӑр тесе левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма парсассӑн,</verse>
				<verse number="13">хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче кала: эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн хушнисене, мӗн ӳкӗтлесе каланисене пурне те пурӑнӑҫласа, эпӗ [хамӑн] килӗмрен сӑваплине уйӑрса илтӗм, ӑна левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана тата тӑлӑх арӑма патӑм: Санӑн ӳкӗтӳсенчен иртмерӗм, вӗсене манмарӑм;</verse>
				<verse number="14">эпӗ ӑна хуйхӑллӑ-суйхӑллӑ чухне тутанман, ӑна эпӗ хам таса мар чухне те тытман, унран илсе, вилнисене асӑнмашкӑн та паман; эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм сӑмахне итлесе тӑтӑм, Эсӗ мана мӗн ӳкӗтлесе каланине пӗтӗмпех пурӑнӑҫларӑм;</verse>
				<verse number="15">Хӑвӑн сӑваплӑ ҫуртунтан, тӳперен, пӑхсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, пиллесемччӗ, пире Ху панӑ ҫӗре пиллесемччӗ, — Эсӗ ӑна, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, аттемӗрсене [пире пама пулса] мӗнле тупа тунӑ, ҫапла патӑн, тесе кала.</verse>
				<verse number="16">Паянхи кун хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫак [пӗтӗм] йӗркесемпе саккунсене туса тӑма хушать: вӗсене пӗтӗм чунунтан, пӗтӗм чӗрӳнтен тытса туса тӑр.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ халӗ Ҫӳлхуҫана Вӑл хӑвӑн Турру пулӗ тесе каларӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳрӗп, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн ӳкӗчӗсене, Унӑн саккунӗсене тытса тӑрӑп, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑп терӗн;</verse>
				<verse number="18">халӗ сана Ҫӳлхуҫа та сӑмах пачӗ: Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне тытса-туса пурӑнсассӑн, эсӗ, Хӑй сана каланӑ пек, Унӑн тивӗҫлӗ халӑхӗ пулӑн,</verse>
				<verse number="19">Хӑй каланӑ пек, Вӑл сана Хӑй пултарнӑ пур халӑхран та мала кӑларӗ, пуринчен те хисеплӗрех, мухтавлӑрах, чаплӑрах тӑвӗ, эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ пулӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Моисей тата Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисем халӑха ҫапла ӳкӗтлесе каланӑ: халӗ сире мӗн ӳкӗтлесе каланине, пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Иордан урлӑ каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсессӗн, пысӑк чулсем лартса хур та вӗсене акшарпа шӑлса тух;</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗре — аҫусенӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана хӑвна каланӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кӗмешкӗн [Иордан урлӑ] каҫсассӑн, эсӗ ҫав [чулсем] ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне ҫырса хур.</verse>
				<verse number="4">Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр;</verse>
				<verse number="5">ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт;</verse>
				<verse number="6">хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне,</verse>
				<verse number="7">канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн;</verse>
				<verse number="8">[ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Унтан Моисейпе левит священниксем пӗтӗм Израиле ҫапла тесе каланӑ: эй Израиль, тӑнласа тӑр, итле: ҫакӑ кун эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун халӑхӗ пулса тӑтӑн;</verse>
				<verse number="10">эппин, Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итле, Унӑн ӳкӗчӗсемпе Вӑл хунӑ йӗркесене — паян эпӗ сире пӗлтерессине — [пурне те] пурӑнӑҫласа тӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара ҫав кун Моисей халӑха ҫапла каланӑ</verse>
				<verse number="12">Иордан урлӑ каҫсассӑн, халӑха пиллемешкӗн ҫак йӑхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йӑхӗсем — Гаризим тӑвӗ ҫине тӑмалла;</verse>
				<verse number="13">ҫак йӑхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йӑхӗсем — ылханса каламашкӑн Гевал тӑвӗ ҫине тӑмалла.</verse>
				<verse number="14">Левитсем пӗтӗм Израиль халӑхне каласа тӑрӗҫ, хытӑ сасӑпа ҫапла кӑшкӑрса калӗҫ:</verse>
				<verse number="15">кам та кам касса-чутласа е шӑратса йӗрӗх тӑвать, ҫавна — Ҫӳлхуҫа умӗнчи йӗрӗнчӗке, ӳнерҫӗ алли ӑсталанӑскере — кам та кам вӑрттӑн вырӑна лартать, ҫавӑ ылханлӑ! тейӗҫ. Вара пӗтӗм халӑх кӑшкӑрса: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="16">Хӑйӗн ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫывӑх ҫыннин хир чиккине пӑсакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="18">Суккӑр ҫынна тӗрӗс мар ҫулпа яракан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="19">Ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма йӑнӑш сут тӑвакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="20">Хӑй ашшӗн арӑмӗпе выртакан — ылханлӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ тумтирӗн аркине уҫнӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="21">Мӗнле те пулин выльӑхпа выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="22">Хӑйӗн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе — ашшӗн хӗрӗпе е амӑшӗн хӗрӗпе — выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="23">Хӑйӗн хунямӑшӗпе выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. [Хӑй арӑмӗн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.]</verse>
				<verse number="24">Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӑрттӑн вӗлерекен — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫынна вӗлерсе айӑпсӑр юн тӑкасшӑн сӗрев илекен — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫак саккунӑн пӗр сӑмахне те пулин пурӑнӑҫламан ҫын, саккун хушнӑ тӑрӑх пурӑнман ҫын [кирек кам та] — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Эсӗ [Иордан леш енне хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан ҫӗр ҫине] каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне — тӗрӗс те тӗплӗн туса тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та мала кӑларӗ;</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, сана Унӑн ҫакӑ пур пилӗ те ҫитӗ, сан тӗлӗшрен пур пилӗ те вырӑна килӗ.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ хулара та пиллӗхлӗ, хирте те пиллӗхлӗ.</verse>
				<verse number="4">Санран ҫурални те пиллӗхлӗ, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те пиллӗхлӗ.</verse>
				<verse number="5">Санӑн кӗлетӳсем те, санӑн пӳлмӳсем те пиллӗхлӗ.</verse>
				<verse number="6">Кӗнӗ чухне те пиллӗхлӗ эсӗ, тухнӑ чухне те пиллӗхлӗ.</verse>
				<verse number="7">Сана тапӑнакан тӑшманусене Ҫӳлхуҫа хӑвӑн умӑнта ҫӗмӗрсе тӑкӗ; сана хирӗҫ вӗсем пӗр ҫулпа ҫӗкленсе тухӗҫ, тарасса вара санран ҫичӗ ҫулпа тарса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа санӑн кӗлетӳсем ҫине пиллӗх ярӗ, санӑн аллун пур ӗҫне те пиллӗх парса тӑрӗ; Ҫӳлхуҫа Турру сана Хӑй парас ҫӗр ҫинче пиллӗхлӗ тӑвӗ.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене уяса пурӑнсассӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Вӑл сана, хӑвна [тата хӑвӑн аҫусене] тупа тунӑ пек, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ тӑвӗ;</verse>
				<verse number="10">вара ҫӗр ҫинчи пур халӑхсем те Ҫӳлхуҫа [Турру] сана уйӑрса илнине курӗҫ те санран хӑраса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа аҫӑрсене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ ырӑлӑха та ытлӑн-ҫитлӗн парӗ: хӑв та хунаса кайӑн, выльӑху-чӗрлӗхӳ те ӗрчевлӗ пулӗ, ҫӗр ҫимӗҫӗ те тулӑхлӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа ырӑ пуянлӑхӗн ҫӳпҫине — тӳпене — уҫӗ те санӑн ҫӗрӳ ҫине вӑхӑтра ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ, санӑн аллу мӗн тунине пурне те пиллӗх парса тӑрӗ: эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху кивҫене кӗмӗн, [нумай халӑха хӑвӑн аллунта тытса тӑрӑн, вӗсем сана хӑйсен аллинче тытса тӑраймӗҫ].</verse>
				<verse number="13">Эпӗ паян сана мӗн упрама, мӗн тума ӳкӗтлесе каланине — Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене — пӑхӑнса пурӑнсассӑн, эпӗ паян сире ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсенчен пӗринчен те сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасассӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене пуҫҫапса тӑмасассӑн, Ҫӳлхуҫа [Турру] сана хӳрене хӑвармӗ, эсӗ пуҫӗнче пырӑн, эсӗ ҫӳлте ҫеҫ пулӑн, аяла юлмӑн.</verse>
				<verse number="14"></verse>
				<verse number="15">Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлемесессӗн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне, Унӑн пӗтӗм йӗркине — туса тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, сана ҫак пӗтӗм ылхан ҫитӗ, ылхан айне пулӑн.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ хулара та ылханлӑ [пулӑн], хирте те ылханлӑ [пулӑн].</verse>
				<verse number="17">Санӑн кӗлетӳсем те, санӑн пӳлмӳсем те ылханлӑ [пулӗҫ].</verse>
				<verse number="18">Санран ҫурални те, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те ылханлӑ [пулӗҫ].</verse>
				<verse number="19">Кӗнӗ чухне те ылханлӑ, тухнӑ чухне те ылханлӑ [пулӑн].</verse>
				<verse number="20">Кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсассӑн та санӑн аллусен ӗҫӗнче Ҫӳлхуҫа сан ҫине хӑвна пӗтерсе ҫитеричченех ылхан, сехӗрленӳ, инкек ярса тӑрӗ — вара эсӗ хӑвӑн усал ӗҫӳсемшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн часах пӗтсе ларӑн.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа сан ҫине мур чирӗ ярӗ те сана халӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахичченех ҫавӑнпа хӑшкӑлтарӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа сана хӑрӑнтарса ҫитернипе, сивчирпе, тар чирӗпе, шыҫӑ чирӗпе, типпе хӑварса, ҫунтаракан ҫил тата хура тутӑх ярса тертлентерӗ, вӗсем санран ху пӗтсе ҫухаличчен те хӑпмӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Пуҫу тӗлӗнчи пӗлӗтсем пӑхӑр пулса тӑрӗҫ, уру айӗнчи ҫӗр тимӗр пулса тӑрӗ;</verse>
				<verse number="24">ҫумӑр вырӑнне Ҫӳлхуҫа санӑн ҫӗрӳ ҫине тусан ярӗ, [хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех,] хӑвна тӗппипе пӗтеричченех сан ҫине тӳперен тусан-тӑпра тӑкӑнӗ те тӑкӑнӗ.</verse>
				<verse number="25">Пӗтермешкӗн Ҫӳлхуҫа сана тӑшманусен аллине парӗ; вӗсене хирӗҫ эсӗ пӗр ҫулпа тухӑн, тарасса вара вӗсенчен ҫичӗ ҫулпа тарса кайӑн; ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх тӑрӑх сапаланса пӗтӗн.</verse>
				<verse number="26">Санӑн виллӳсем вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксемшӗн ҫимӗҫ пулӗҫ, вӗсене хӑваласа яракан та пулмӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа сана Египет тилҫипе, ӳт-тир шыҫҫипе, кӗсенпе, кӗҫӗпе чирлеттерсе ярӗ, эсӗ вӗсенчен сывалса тӳрленеймӗн;</verse>
				<verse number="28">сана Ҫӳлхуҫа ухмаха ертӗ, суккӑр тӑвӗ, чӗрӳне тапайми тӑвӗ.</verse>
				<verse number="29">Вара эсӗ, суккӑр ҫын тӗттӗмре хыпашласа ҫӳренӗ евӗр, кӑнтӑр ҫутинчех алӑ сӗмӗпе ҫӳрӗн, ҫулу-йӗрӳнте те ӑнӑҫу кураймӑн, кирек хӑш кун та сана хӗссе пырӗҫ, кӳрентерӗҫ, сана никам та хӳтӗлемӗ.</verse>
				<verse number="30">Арӑм илме хӗр ҫураҫӑн та — унпа урӑххи ҫывӑрӗ; ҫурт лартӑн та — унта пурӑнаймӑн; иҫӗм пахчи лартса ӳстерӗн те — унпа усӑ кураймӑн.</verse>
				<verse number="31">Санӑн вӑкӑрна хӑвӑн куҫу умӗнчех тытса пусӗҫ те, эсӗ ун ашне ҫисе те кураймӑн; ашакна ҫавӑтса кайӗҫ те каялла тавӑрса памӗҫ; сурӑхусене тӑшманусен аллине хӑваласа кайса парӗҫ, никам та хӳтӗлеес ҫук сана.</verse>
				<verse number="32">Санӑн ывӑлусене, хӗрӳсене урӑх халӑха тытса парӗҫ; куҫу курса тӑрӗ те — вӗсемшӗн хуйхӑрнипе кунсерен сӳнсе-сӳнсе пырӗ, аллусенче те хал юлмӗ.</verse>
				<verse number="33">Санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫне, мӗнпур ӗҫӳн ырӑлӑхне ху пӗлмен халӑх ҫисе тӑрӗ; ху вара ӗмӗрӳ тӑршшӗпех хӗсӗрленине, асаплантарнине ҫеҫ тӳссе пурӑнӑн.</verse>
				<verse number="34">Эсӗ вара мӗн-мӗн курса тӑнине пула ухмаха тухӑн.</verse>
				<verse number="35">Ҫӳлхуҫа сана ура тупанӗнчен пуҫласа [пуҫ] тӳпи таранах, чӗркуҫҫисене, ура тунисене хӑрушӑ тилҫе ертсе хӗне ярӗ, эсӗ унран сывалаймӑн.</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, эсӗ лартнӑ патшуна та эсӗ ху та, санӑн аҫусем те пӗлмен халӑх патне кайса ярӗ, эсӗ вара унта урӑх турӑсене — чул турӑсене, йывӑҫ турӑсене — пуҫҫапса пурӑнӑн;</verse>
				<verse number="37">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвна кайса яракан пур халӑх патӗнче те эсӗ сехре хӑппи, тӗнче кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулӑн.</verse>
				<verse number="38">Хире вӑрлӑхна нумай илсе тухӑн та — сахал пуҫтарса кӗртӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк ҫисе ярӗ.</verse>
				<verse number="39">Иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗн, унта ӗҫлесе тӑрӑн, анчах эрехне ӗҫсе кураймӑн, [вӗсен] ҫырлине те пуҫтараймӑн, мӗншӗн тесессӗн хурт ҫисе ярӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫу йывӑҫӗ санӑн пур ҫӗрӳ ҫинче те пулӗ, анчах пуҫна ҫу сӗрсе кураймӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫырли тӑкӑнса пӗтӗ.</verse>
				<verse number="41">Ывӑлсем, хӗрсем ҫуралӗҫ санӑн, анчах эсӗ вӗсемсӗр тӑрса юлӑн, вӗсене тыткӑна илсе кайӗҫ.</verse>
				<verse number="42">Санӑн пӗтӗм йывӑҫна, ҫӗрӳн пӗтӗм ҫимӗҫне хура тутӑх пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="43">Ютран килсе санӑн хутлӑхунта пурӑнакан ҫын санран ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленӗ, эсӗ вара аяларах та аяларах анса пырӑн;</verse>
				<verse number="44">вӑл сана кивҫен парса тӑрӗ, эсӗ ӑна кивҫен параймӑн; вӑл пуҫӗ пулӗ, эсӗ вара хӳрере пулӑн.</verse>
				<verse number="45">Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменшӗн, сана Хӑй ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене — тытса тӑманшӑн ҫак пӗтӗм ылхан сан ҫине пулӗ, хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех вӗсем санран хӑпмӗҫ, сана ҫитӗҫ:</verse>
				<verse number="46">ку ӗнтӗ сан ҫинчи, санӑн йӑху ҫинчи ӗмӗрлӗх паллӑ пулӗ, ыттисене астутараканни пулӗ.</verse>
				<verse number="47">Тулӑхлӑ пурӑннӑ чухне хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чун-чӗререн савӑнса, хавасланса ӗҫлесе тӑма пӗлмерӗн,</verse>
				<verse number="48">ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа [Турру] сан ҫине тӑшман ярӗ, эсӗ ӑна ӗҫмесӗр, ҫимесӗр, ҫарамас тӑрса юлса, пӗр нимӗнсӗр юлса ӗҫлесе тӑрӑн; вӑл санӑн мӑйна тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӗ, ҫапла сана асаплантарсах ҫитерӗ.</verse>
				<verse number="49">Ҫӳлхуҫа сан ҫине питӗ инҫетрен, тӗнче кӗтессинченех, халӑх ярӗ: ҫав халӑх ӑмӑрткайӑк пек вӑйкӑнса вӗҫсе килӗ, эсӗ унӑн чӗлхине те ӑнкараймӑн,</verse>
				<verse number="50">ватта хисеплемен, ҫамрӑка хӗрхенмен намӑссӑр халӑх пулӗ вӑл;</verse>
				<verse number="51">вӑл сана мӗн ҫука хӑваричченех выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне тата хӑвӑн ҫӗрӳ кӳрекен ҫимӗҫе ҫисе пурӑнӗ, сан валли ҫӑкӑр та, эрех те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, вӑкӑрусен хунавне те, сурӑхусен хунавне те хӑвармӗ, хӑвна мӗн пӗтеричченех ҫапла тӑвӗ;</verse>
				<verse number="52">санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинчи ху шанса тӑракан ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене ишсе пӗтеричченех вӑл сана хӑвӑн пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ; ҫапла хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру панӑ пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче, пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ.</verse>
				<verse number="53">Вара хӑвна тӑшману хупӑрласа илсессӗн, тӑшману хӗссе-хӗсӗрлесе ҫитерсессӗн, хӑвӑн варӑнтан ҫуралнине — Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ывӑлусемпе хӗрӳсен ӳтне — ҫиме тытӑнӑн.</verse>
				<verse number="54">Сирӗн хушшӑрта рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ ар хӑйӗн тӑванӗ ҫине, хӑйпе хӗве хупӑннӑ арӑмӗ ҫине, хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ ачисем ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ,</verse>
				<verse number="55">вӗсенчен нихӑшне те вӑл хӑй ҫиес ачисен ӳтне памӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑшману хупӑрласа илсессӗн, пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑрсассӑн, унӑн пӗр нимӗн те юлмӗ.</verse>
				<verse number="56">Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ,</verse>
				<verse number="57">вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="58">Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн,</verse>
				<verse number="59">Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ;</verse>
				<verse number="60">сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ;</verse>
				<verse number="61">хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ;</verse>
				<verse number="62">эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.</verse>
				<verse number="63">Ҫӳлхуҫа сире ырӑ туса, сире ӗрчетсе пырса епле савӑннӑччӗ, сире путлантарса-пӗтерсе пырса та Вӑл ҫаплах савӑнӗ, сана хӑв еткерлӗхе илме каякан ҫӗр ҫинчен те кӑларса сирпӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="64">Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ халӑх хушшине, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫити, сапаласа ярӗ, унта вара эсӗ ху та, хӑвӑн аҫусем те пӗлмен турӑсене, йывӑҫсемпе чулсене, пуҫҫапма тытӑнӑн.</verse>
				<verse number="65">Анчах ҫав халӑхсем хушшинче те канӑҫлӑх тупаймӑн, уруна кантарса илме те вырӑн пулмӗ: Турӑ ҫапла тунӑран эсӗ унта шиклӗ чӗрепе чӗтресе пурӑнӑн, куҫу типиччен макӑрӑн, чуну сурса ыратӗ.</verse>
				<verse number="66">Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн;</verse>
				<verse number="67">чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн;</verse>
				<verse number="68">вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсемпе Хорив тӑвӗ ҫинче хывнӑ халалсӑр пуҫне тата Моисее вӗсемпе Моав ҫӗрӗнче ҫакӑн пек халал хывма хушнӑ.</verse>
				<verse number="2">Моисей Израиль [ывӑлӗсене] пӗтӗмпех пухнӑ та вӗсене каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче сирӗн куҫӑр умӗнче фараона, унӑн чурисене, унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине пӗтӗмпех куртӑр;</verse>
				<verse number="3">санӑн куҫусем хӑрушӑ асапсем янине, аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнине [тата тӗреклӗ алӑпа хӑватлӑ вӑя] курса тӑчӗҫ;</verse>
				<verse number="4">анчах паянхи кунччен сире Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑнланмашкӑн — чӗре, курмашкӑн — куҫ, илтмешкӗн хӑлха паманччӗ-ха.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр иккенне пӗлтермешкӗн сире хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, сирӗн ҫийӗрти тумтирӗр те кивелмерӗ, санӑн урунти ура сыррийӗ те ҫӗтӗлмерӗ; эсир ҫӑкӑр та ҫимерӗр, эрехпе ҫиккер те ӗҫмерӗр.</verse>
				<verse number="6"></verse>
				<verse number="7">Эсир ҫак вырӑна ҫитсессӗн, пире хирӗҫ ҫапӑҫмашкӑн Есевон патши Сигон тата Васан патши Ог тухрӗҫ, эпир вӗсене ҫапса салатрӑмӑр;</verse>
				<verse number="8">вӗсен ҫӗрне туртса илтӗмӗр те ӑна Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян ҫур йӑхне еткерлӗхе патӑмӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫак халал сӑмахӗсене [пурне те] тытса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа пырӑр, вара эсир тӑвас кирек мӗнле ӗҫ те ӑнса пырӗ.</verse>
				<verse number="10">Паян эсир пурсӑр та — йӑхӑрсен пуҫлӑхӗсем, сирӗн аслӑ ҫыннӑрсем, [сирӗн тӳрӗрсем,] халӑха пӑхса тӑракансем, пӗтӗм Израиль ҫынни,</verse>
				<verse number="11">сирӗн ачӑрсем, арӑмӑрсем, санӑн тапӑрна ютран килнӗ ҫынсем, вутӑ касса тӑракантан пуҫласа шыв кӳрсе тӑракан таранах — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тӑратӑр:</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Турру паян санпа килӗшӳ тӑвать, эсӗ тупа туса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррупа халал хыватӑн,</verse>
				<verse number="13">Вӑл сана паян Хӑйӗн халӑхӗ тӑвать, Хӑй вара — сана каланӑ пек, санӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова Хӑй тупа туса каланӑ пек — санӑн Турру пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫак халала, ҫак тупа туса хывакан килӗшӗве эпӗ пӗр сирӗнпе анчах мар,</verse>
				<verse number="15">паян ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче тӑракансемпе те, паян ҫакӑнта хамӑрпа пӗрле ҫуккисемпе те тӑватӑп.</verse>
				<verse number="16">Мӗншӗн тесессӗн эсир Египет ҫӗрӗнче хамӑр епле пурӑннине, хӑвӑр иртсе килнӗ халӑхсем хушшипе хамӑр мӗнле тухнине пӗлетӗр,</verse>
				<verse number="17">эсир вӗсен ирсӗрлӗхӗсене, вӗсен туррисене — вӗсен йывӑҫ, чул, кӗмӗл тата ылтӑн йӗрӗхӗсене — курнӑ.</verse>
				<verse number="18">Халӗ ӗнтӗ сирӗн хушшӑрта чӗрипе хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан уйӑрӑлса ҫав халӑхсен туррисене пуҫҫапма ҫӳрекен арҫын е хӗрарӑм, ӑру е йӑх ан пултӑр; сирӗн хушшӑрта наркӑмӑшпа эрӗм ҫитӗнтерекен тымар та,</verse>
				<verse number="19">ҫакӑ ылханӑн сӑмахӗсене илтсессӗн, хӑй ӑшӗнче мухтанса: «эпӗ хамӑн чӗрем еккипе ҫӳресе те телейлӗ пулӑп-ха» тесе калакан ҫын та ан пултӑр; апла тутти выҫҫипе пӗрле пӗтӗ;</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа ун пек ҫынна каҫармасть, ун пек ҫын ҫине Ҫӳлхуҫа ҫиллипе Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ самантрах хыпса илсе ӳкӗ, ӑна вара ҫак [саккун] кӗнекинче ҫырса хунӑ [ҫак халалӑн] пӗтӗм ылханӗ ҫитӗ, Ҫӳлхуҫа унӑн ятне те ҫӗр ҫийӗнчен пӗтерӗ;</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа вара ӑна, ҫак саккун кӗнекине ҫырса хунӑ халалӑн пӗтӗм ылханӗпе шайлашуллӑн, пур Израиль йӑхӗсен хушшинчен пӗтерме уйӑрса илӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ:</verse>
				<verse number="23">«пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Халӑхсем вара пурте: Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре мӗншӗн каплах туса хӑварнӑ-ши? мӗн тӗрлӗ хаяр Унӑн ҫилли! тейӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ ҫапла калӗҫ: хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн вӗсемпе халал хывнӑ, ҫав халала пӑснӑшӑн —</verse>
				<verse number="26">хӑйсем пӗлмен турӑсене, Турӑ вӗсене пӗлме те хушман урӑх турӑсене, ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑннӑшӑн —</verse>
				<verse number="27">ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл ҫак [саккун] кӗнекине ҫырса хунӑ [халалӑн] пӗтӗм ылханне ҫак ҫӗр ҫине янӑ,</verse>
				<verse number="28">акӑ куратпӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗтӗм ҫиллипе, хаярлӑхӗпе, хӑрушла тарӑхса хӑйсен ҫӗрӗнчен урӑх ҫӗре кӑларса сирпӗтнӗ, тейӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Пытарӑнса тӑраканни — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн, уҫса пани вара — ӗмӗрех пирӗн валли, пирӗн ывӑлӑмӑрсем валли, ӑна пире ҫак саккун сӑмахӗсене пурнӑҫласа пыччӑр тесе уҫса панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Ҫак пӗтӗм сӑмаха — хӑвна пӗлтернӗ пиллӗхпе ылхана — хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру сапаласа янӑ халӑхсем хушшинче асна илсе чӗрӳне хывсассӑн,</verse>
				<verse number="2">эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, ху та, ывӑлусем те пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан Ҫӳлхуҫа Турру енне ҫаврӑнсассӑн, Унӑн сӑмахне итлесессӗн,</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Турру санӑн тыткӑнри ҫыннусене каялла тавӑрӗ, сана хӗрхенӗ, Ҫӳлхуҫа Турру сана урӑх халӑхсем хушшине сапаласа янӑ ҫӗртен каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӗ.</verse>
				<verse number="4">Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ,</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ;</verse>
				<verse number="6">эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ;</verse>
				<verse number="7">ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ,</verse>
				<verse number="8">эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн;</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Ҫак ӳкӗт — эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калани — саншӑн ӑнланайми япала мар, аякра тӑраканскер те мар;</verse>
				<verse number="12">вӑл тӳпере мар, ун пирки: «пирӗншӗн кам та пулин тӳпене улӑхинччӗ, ӑна пире илсе килсе парса сасӑпа вуласа кӑтартинччӗ, вара эпир ӑна пурӑнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр» темелли ҫук;</verse>
				<verse number="13">вӑл тинӗс леш енче те мар, ун пирки: «пирӗншӗн кам та пулин тинӗс леш енне кайинччӗ, ӑна пире илсе килсе парса сасӑпа вуласа кӑтартинччӗ, вара эпир ӑна пурӑнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр» темелли ҫук;</verse>
				<verse number="14">ҫак сӑмах сан ҫывӑхунтах: ӑна пурӑнӑҫласа тӑмашкӑн вӑл сан чӗлхӳ-ҫӑварунтах, санӑн чӗрӳнтех.</verse>
				<verse number="15">Акӑ сана эпӗ паян пурӑнӑҫпа ырӑлӑх, вилӗмпе усаллӑх сӗнтӗм.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ;</verse>
				<verse number="17">эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="18">сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.</verse>
				<verse number="19">Паян эпӗ сирӗн умӑрта тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп: сана эпӗ пурӑнӑҫпа вилӗм, пиллӗхпе ылхан сӗнтӗм. Пурӑнӑҫа суйласа ил: санӑн хӑвӑн та, санӑн тӑхӑмусен те пурӑнмалла пултӑр,</verse>
				<verse number="20">хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратмалла, Унӑн сӑмахне итлемелле, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнса тӑмалла пултӑр; санӑн пурӑнӑҫу ҫакӑнтан килет, кунҫулу вӑрӑма пырасси ҫакӑнтан килет, ҫапла эсӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ,</verse>
				<verse number="2">вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ;</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ;</verse>
				<verse number="4">[Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ;</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр;</verse>
				<verse number="6">ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара Моисей Иисуса чӗнтерсе илнӗ те ӑна мӗнпур Израиль ҫынни умӗнче каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул — эсӗ ҫак халӑхпа кайӑн, Ҫӳлхуҫа унӑн ашшӗсене тупа туса ӑна пама пулнӑ ҫӗршыва пырса кӗрӗн, ӑна йӑхсерен ҫӗр валеҫсе парӑн;</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Хӑй сан умӑнтан пырӗ, Хӑй санпа пӗрле пулӗ, санран уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ — ан хӑра, ан сехӗрлен, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Моисей ӗнтӗ ҫак саккуна ҫырнӑ та ӑна Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине йӑтса ҫӳрекен священниксене, Левий ывӑлӗсене, тата Израиль [ывӑлӗсен] мӗнпур аслӑ ҫыннине панӑ.</verse>
				<verse number="10">Унтан Моисей вӗсене халалласа каланӑ: ҫичӗ ҫул иртсессӗн, парӑмсене каҫарнӑ ҫул, хӳшӗ уявӗнче,</verse>
				<verse number="11">[Ҫӳлхуҫа Хӑй] суйласа илнӗ вырӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне тӑма пухӑнсассӑн, ҫак саккуна пӗтӗм Израиль умӗнче сасӑпа вуласа пар;</verse>
				<verse number="12">халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те, санӑн килӳ-ҫуртунта пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсене те пуҫтар: итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫлама тӑрӑшчӑр;</verse>
				<verse number="13">вара вӗсенӗн ҫакна пӗлмен ывӑлӗсем те сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫинчен илтӗҫ те эсир хӑвӑр аллӑра илме Иордан урлӑ каҫакан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ хушӑра сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраса тӑма вӗренӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ санӑн кунҫулу вилӗм тӗлне ҫывӑхарса ҫитрӗ; Иисуса чӗн те пуху чатӑрӗн [алӑкӗ] умне тӑрӑр, Эпӗ ӑна вӗрентсе калӑп, тенӗ. Моисейпе Иисус пынӑ та пуху чатӑрӗн [алӑкӗ] умне тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа пӗлӗт юпа ӑшӗнче аннӑ, пӗлӗт юпа [пуху] чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ эсӗ хӑвӑн аҫусем патне ӑсанӑн та, ҫак халӑх хӑй ҫитсе кӗрекен ҫӗр ҫинчи ют турӑсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме тытӑнӗ, Мана пӑрахӗ, Манӑн халалӑма, хӑйсемпе хывнӑ халала, пӑсӗ;</verse>
				<verse number="17">ҫав кун ӑна ҫилленнипе ҫиллӗм тулса ҫитӗ те, Эпӗ вӗсене пӑрахса хӑварӑп, Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вара халӑха пӗтерсе тӑкӗҫ, темӗн тӗрлӗ инкекпе хӗн-асап ҫитӗ ӑна, вара ҫавӑ кун вӑл: «хам хушшӑмра [Ҫӳлхуҫа] Туррӑм ҫуккипе ҫитсе ҫапмарӗ-ши мана ҫак инкек?» тейӗ;</verse>
				<verse number="18">урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнса тунӑ мӗнпур ирсӗр ӗҫӗшӗн Эпӗ ҫавӑ кун [унран] Хамӑн сӑнӑма пытарӑп.</verse>
				<verse number="19">Эппин, хӑвӑр валли ҫак юрӑ [сӑмахӗсене] ҫырса илӗр, ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрент, ӑна вӗсен чӗлхи-ҫӑварне хыв: ҫакӑ юрӑ Мана Израиль ывӑлӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑтӑр;</verse>
				<verse number="20">Эпӗ вӗсене, хӑйсен ашшӗсене тупа тунӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан [ырӑ] ҫӗршыва илсе кӗрӗп; вӗсем унта тӑраниччен ҫисе тутӑ пурӑнӗҫ, мӑнтӑрланса кайӗҫ, урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнӗҫ те вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнӗҫ, Мана йышӑнмӗҫ, [хӑйсене халалланӑ] Манӑн халалӑма пӑсӗҫ;</verse>
				<verse number="21">хӑйсене нумай-нумай инкекпе хӗн-асап ҫитсессӗн, ҫак юрӑ вӗсене айӑплаканӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫак юрӑ вӗсен [ҫӑварӗнчен тата] вӗсен тӑхӑмӗсен ҫӑварӗнчен тухаймӗ. Эпӗ вӗсен шухӑшне пӗлетӗп: вӗсем халех, Эпӗ хӑйсене [ырӑ] ҫӗршыва — [ашшӗсене] тупа туса каланӑ ҫӗршыва — илсе кӗричченех, мӗнле шухӑшпа тӑнине пӗлетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Моисей вара ҫавӑ кун ҫак юрра ҫырнӑ та ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисуса, Нав ывӑлне, ӳкӗтлесе Ҫӳлхуҫа [ӑна] ҫапла каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул, эсӗ Израиль ывӑлӗсене Эпӗ вӗсене тупа туса каланӑ ҫӗршыва илсе кӗрӗн, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Моисей, ҫак саккунӑн мӗнпур сӑмахне вӗҫне ҫитиех кӗнекене ҫырса хурсассӑн,</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине йӑтса ҫӳрекен левитсене хушса каланӑ:</verse>
				<verse number="26">ҫак саккун кӗнекине илӗр те ӑна хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑрӑн саккун арчийӗн сылтӑм енне хурӑр, вӑл унта сире хирӗҫ айӑплаканӗ пулӗ;</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӗнтӗ эсӗ кутӑннине, чурӑссине пӗлетӗп: акӑ халӗ те, эпӗ сирӗнпе пӗрле чӗрӗ тӑнӑ чухнех, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче кутӑнланса тӑратӑр; эпӗ вилсессӗн пуҫсӑрлансах каймӑр-ши?</verse>
				<verse number="28">ман патӑма хӑвӑр йӑхӑрсен аслӑ ҫыннисене, [хӑвӑр тӳрӗрсене,] хӑвӑра пӑхса тӑракансене пурне те пухӑр, вара эпӗ ҫакӑ сӑмахсене вӗсем илтмелле калӑп, кӳнтелен пулма тӳпепе ҫӗре чӗнӗп;</verse>
				<verse number="29">пӗлсех тӑратӑп: эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн эсир ирсӗрленсе пӗтетӗр те эпӗ халалласа хӑварнӑ ҫултан пӑрӑнса каятӑр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара хӑвӑр аллӑрсенӗн ӗҫӗсемпе Ҫӳлхуҫа [Турра] ҫиллентерсе Унӑн умӗнче усал ӗҫсем туса пурӑннӑшӑн сире хӗн-асап ҫитӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вара Моисей ҫак юрӑ сӑмахӗсене Израиль ҫыннисен пӗтӗм пухӑвӗ илтсе тӑмалла вӗҫне ҫитиех каласа панӑ:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Эй тӳпе, итле — эпӗ калаҫатӑп; эй, тӑнла, ҫӗр, ман сӑмахӑма.</verse>
				<verse number="2">Ман сӑмахӑм ҫумӑр пек юхӗ, ман пуплевӗм сывлӑм пек пулӗ, калча ҫине ҫӑвакан йӗпхӳ ҫумӑр пек, курӑк ҫине ҫӑвакан шавкама ҫумӑр пек пулӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫамӑр ятне аслӑлатӑп; эй, Туррӑмӑра аслӑласа мухтӑр.</verse>
				<verse number="4">Вӑл — тӗрек; Унӑн ӗҫӗсем — чӑн-чӑнни, Унӑн пӗтӗм ҫулӗ тӳрӗ; Туррӑмӑр шанчӑклӑ, ҫук [Унӑн] тӗрӗс марри; Вӑл — тӗрӗслӗх те чӑнлӑх.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем вара Ун умӗнче ирсӗрленчӗҫ, пуҫтах та аскӑнчӑк ӑру — Унӑн ачисем мар вӗсем.</verse>
				<verse number="6">Ӑссӑр та ӑнкарусӑр халӑх, Ҫӳлхуҫана ҫапла тав тӑватӑн-и эсӗ? Аҫу мар-и Вӑл? Кам хӑтарнӑ, пултарнӑ, вырнаҫтарнӑ сана?</verse>
				<verse number="7">Авалхи кунсене аса ил-ха, унчченхи йӑхсен кунҫулне ӑнла-ха; аҫунтан ыйт — каласа парӗ сана, ваттисенчен ыйт — пӗлтерӗҫӗ сана.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлти Турӑ халӑхсене еткер ҫӗр панӑ чухне, этем ывӑлӗсене вырӑнаҫтарнӑ чухне вӗсенӗн чиккисене Вӑл Израиль ывӑлӗсен шутне кура лартрӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫамӑр пайӗ — Унӑн халӑхӗ, Иаков — Унӑн еткерлӗхӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл ӑна тупнӑччӗ хӑрушӑ пушхирте, салху та тискер ҫеҫенхирте, хӳтӗлерӗ ӑна, сыхласа усрарӗ, Хӑйӗн куҫ шӑрҫине упранӑ пек упрарӗ;</verse>
				<verse number="11">ӑмӑрт епле йӑвине хӳтӗлет, чӗпписем ҫийӗн епле вӗҫсе ҫӳрет, ҫунаттине сарса, чӗпписене епле куҫарать вӑл урӑх ҫӗре,</verse>
				<verse number="12">ҫавӑн пек ӑна Ҫӳлхуҫа пӗччен ертсе ҫӳрерӗ, Унпа пӗрле ют турӑ пулман.</verse>
				<verse number="13">Вӑл ӑна ҫӗр тӳпине хӑпартрӗ, хир ӳстернӗ ҫимӗҫпе тӑрантарчӗ, чултан кӑларнӑ пылпа, ту хысакӗнчен юхтарнӑ йывӑҫ ҫӑвӗпе,</verse>
				<verse number="14">Васан ҫӗрӗнче ҫӳрекен ӗнесен ҫӑвӗпе, унти сурӑхсен сӗчӗпе, унти путексемпе сурӑхсен, качака такисен паха ашӗпе, тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрарӗ, эсӗ вара эрех, иҫӗм ҫырли юнӗ, ӗҫрӗн.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ [Иаков ҫирӗ,] Израиль самӑрланчӗ, мӑнаҫланса ҫитрӗ; самӑрӑлса кайрӗ, мӑнтӑрланчӗ, ҫупа витӗнчӗ; вара хӑйне пултарнӑ Турра пӑрахрӗ, хӑйне ҫӑлакан тӗреке уями пулчӗ, манчӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем Ӑна ют турӑсене иленнипе тарӑхтарчӗҫ, Ӑна [хӑйсенӗн] ирсӗр ӗҫӗсемпе ҫиллентерчӗҫ:</verse>
				<verse number="17">Турра мар, шуйттансене парне кӳчӗҫ, унччен хӑйсем пӗлмен турӑсене, кӳршисенчен килнӗ ҫӗнӗ турӑсене, аҫӑрсенӗн асӗнче те пулман турӑсене, парне кӳрсе тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Хӑвна ҫуратнӑ Хӳтӗлевҫе эсӗ мантӑн, хӑвна пултарнӑ Турра асӑнта та тытмарӑн.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те</verse>
				<verse number="20">каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем;</verse>
				<verse number="21">вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп;</verse>
				<verse number="22">ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать;</verse>
				<verse number="23">вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп:</verse>
				<verse number="24">выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп;</verse>
				<verse number="25">тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Калӑттӑм Эпӗ: «сапаласа ярӑп вӗсене, ҫынсем хушшинчен ячӗсене те пӗтерӗп»;</verse>
				<verse number="27">тӑшмансене тарӑхтармашкӑн халлӗхе апла тумарӑм, вӗсен тӑшманӗсем: «пирӗн аллӑмӑр ҫӳлте, ҫакна Ҫӳлхуҫа мар, эпир турӑмӑр» тесе ан мухтанайччӑр.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем ӗнтӗ — ӑс-тӑнне ҫухатнӑ халӑх, вӗсем шухӑшлама та пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Ах, сӗмленес-шухӑшлас пулсассӑн, хӑйсене мӗн пуласса ӑнкарас пулсассӑн!</verse>
				<verse number="30">Хӳтӗлевҫӗ хӑйсене тӑшман аллине ӳкермесессӗн, Ҫӳлхуҫа хӑйсене тӑшман аллине памасассӑн, мӗнле-ха пӗр ҫын — пин ҫынна, икӗ ҫын пин-пин ҫынна пӑхӑнтарма-ҫӗнтерме пултартӑр?!</verse>
				<verse number="31">Вӗсен хӳтӗлевҫи пирӗн Хӳтӗлевҫӗ пек мар; ҫакна пире тӑшмансем хӑйсемех кӑтартса параҫҫӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӗсенӗн иҫӗмӗ — Содом иҫӗм йывӑҫӗ, вӗсен иҫӗмӗ — Гоморра хирӗнчен килнӗскер; ҫырлисем вӗсен — наркӑмӑшлӑ ҫырласем, ҫупкӑмӗсем вӗсен йӳҫӗскерсем;</verse>
				<verse number="33">вӗсенӗн эрехӗ — аҫтаха наркӑмӑшӗ, аспид ҫӗленӗн вӗлерекен сӗлеки.</verse>
				<verse number="34">Ҫакӑ Манӑн вӑрттӑнлӑхӑм мар-и? Манӑн управ вырӑнӗсенче питӗрӗнсе тӑмасть-и вӑл?</verse>
				<verse number="35">Тавӑрасси — Манра, урисен тӗрекӗ пӗтсессӗн, тивӗҫлипе тавӑрӑп Эпӗ: пӗтес кунӗ ҫывӑхах вӗсенӗн, кӗҫех вӗсем валли хатӗрлени ҫитсе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="36">Анчах Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн халӑхне сут тӑвӗ, вӗсенӗн алли халсӑрланнине курсассӑн, килте те, тулашӗнче те никам та сыхланса юлманнине курсассӑн, Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ Вӑл.</verse>
				<verse number="37">Ҫавӑн чухне [Ҫӳлхуҫамӑр] калӗ: туррисем ӑҫта вӗсен? хӑйсем шанса тӑнӑ тӗрекӗ ӑҫта вӗсен?</verse>
				<verse number="38">вӗсен парнисенӗн ҫӑвне ҫисе тӑнӑ, парнисем ҫине юхтарнӑ эрехе ӗҫсе тӑнӑ туррисем ӑҫта? тӑрса килччӗр ҫавсем, пулӑшчӑр сире, хӳтӗлесе, витсе тӑччӑр ҫавсем!</verse>
				<verse number="39">Куратӑр ӗнтӗ, [куратӑр]: вӑл Эпӗ, Эпӗ — Мансӑр пуҫне Турӑ ҫук: Эпӗ вӗлеретӗп те, чӗртетӗп те, Эпӗ ураран ӳкеретӗп, Эпех тӳрлетсе тӑрататӑп, никам та Ман аллӑмран хӑтараймӗ.</verse>
				<verse number="40">Эпӗ аллӑма тӳпенелле ҫӗклетӗп те [сылтӑм аллӑмпа тупа туса] калатӑп: Эпӗ ӗмӗрех пур! тетӗп.</verse>
				<verse number="41">Ҫиҫсе тӑракан хӗҫӗме ҫивӗчлетсессӗн, аллӑм сут тума тытӑнсассӑн, тӑшманӑмсене тавӑрӑп Эпӗ, Хама курайманнисене тивӗҫлипе тавӑрса парӑп;</verse>
				<verse number="42">ҫӗмренӗмсене тӑраниччен юн ӗҫтерӗп, хӗҫӗм те вилнисен, тыткӑна лекнисен ӳчӗпе, юнӗпе, тӑшман пуҫлӑхӗсен пуҫӗсемпе тӑранӗ.</verse>
				<verse number="43">[Эй пӗлӗтсем, Турӑпа пӗрле савӑнӑр, эй Туррӑн Ангелӗсем, пурте Ӑна пуҫҫапӑр.] Эй суя тӗнлисем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр [Туррӑн пур ывӑлӗ те вӑй илтӗр]! Вӑл Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрать, Хӑйӗн тӑшманӗсене тивӗҫлине тавӑрса парать, [Хӑйне курайманнисене те тавӑрать,] ҫапла [Ҫӳлхуҫамӑр] Хӑйӗн ҫӗрне, Хӑйӗн халӑхне тасатать!</verse>
				<verse number="44">[Ҫавӑ кун Моисей ҫак юрра ҫырнӑ та ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрентнӗ.] Моисей [халӑх патне] пынӑ та Иисуспа, Нав ывӑлӗпе, пӗрле ҫак юрӑ сӑмахӗсене пурне те халӑха сасӑпа вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="45">Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн,</verse>
				<verse number="46">вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр;</verse>
				<verse number="47">мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="49">Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил;</verse>
				<verse number="50">вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш:</verse>
				<verse number="51">Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ;</verse>
				<verse number="52">хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Моисей, Турӑ ҫынни, хӑй вилес умӗн Израиль ывӑлӗсене халалласа панӑ пиллӗх ҫакӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл каланӑ: Ҫӳлхуҫа Синай енчен килчӗ, вӗсене Сеир патӗнчен курӑнчӗ, Фаран тӑвӗ енчен ҫиҫсе тухрӗ те пин-пин святойпа пӗрле ҫитрӗ; Унӑн сылтӑм енче — саккун вучӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл [Хӑйӗн] халӑхне чӑн-чӑнах юратать; унӑн пур святойӗ те Санӑн аллунта, Санӑн сӑмахусене тӑнласшӑн вӗсем Санӑн уру умне ӳкрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Пире Моисей саккун пачӗ, ку саккун — Иаков халӑхӗн еткерӗ.</verse>
				<verse number="5">Халӑх пуҫлӑхӗсем Израиль йӑхӗсемпе пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне Моисей Израиль патшиччӗ.</verse>
				<verse number="6">Чӗрӗ тӑтӑр Рувим, ан вилтӗр, [Симеон та] пӗчӗк йышлӑ ан пултӑр!</verse>
				<verse number="7">Иуда ҫинчен ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсемччӗ Иуда сассине, ӑна хӑй халӑхӗ патне илсе пырсамччӗ; хӑйне вӑл хӑйӗн аллипе хӳтӗлетӗр, Эсӗ ӑна тӑшманӗсене хирӗҫ тӑма пулӑшсамччӗ.</verse>
				<verse number="8">Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ,</verse>
				<verse number="9">хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="10">Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ;</verse>
				<verse number="11">эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат.</verse>
				<verse number="12">Вениамин ҫинчен каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр саваканскер Ун патӗнче шанчӑклӑ пурӑнать, [Турӑ] куллен ун хутне кӗрсе тӑрать, вӑл Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче канлӗ пурӑнать.</verse>
				<verse number="13">Иосиф ҫинчен каланӑ: унӑн ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр тӳпен ытарайми парнисене пиллесе тӑтӑр, сывлӑм патӑр, аялта выртакан тӗпсӗрлӗхӗн парнине патӑр,</verse>
				<verse number="14">хӗвелӗн ытарайми ырӑлӑхне, уйӑхӑн ытарайми ырӑлӑхне,</verse>
				<verse number="15">авалхи тусен хӳхӗм парнине, ӗмӗрхи сӑртсен ытарайми ырӑлӑхне,</verse>
				<verse number="16">ҫӗрӗн ытарайми ырӑлӑхне, унӑн туп-тулли пуянлӑхне пиллетӗр; йӗплӗ тӗмӗ варринчен Курӑнни пиллетӗр ӑна, Иосиф пуҫӗ ҫине, тӑванӗсенчен чи лайӑххийӗн лӗпки ҫине, Унӑн пиллӗхӗ ҫиттӗр;</verse>
				<verse number="17">вӑл малтан ҫуралнӑ пӑру пек тӗреклӗ, мӑйраки унӑн — буйвол мӑйракийӗ; вӑл пур халӑха та ҫӗр чиккине ҫитиех сӗксе тухӗ: Ефрем тӗменӗсем ӗнтӗ кусем, Манассиян пин-пин ҫыннисем.</verse>
				<verse number="18">Завулон ҫинчен каланӑ: эй Завулон, хӑвӑн ҫулупа ҫӳресе савӑн, эй Иссахар, эсӗ те хӑвӑн чатӑрусенче савӑн;</verse>
				<verse number="19">вӗсем халӑха ту ҫине чӗнсе пуҫтараҫҫӗ, унта, саккун хушнӑ пек, парне кӳме выльӑх пусаҫҫӗ: вӗсем тинӗс пуянлӑхӗпе, хӑйӑр айӗнче выртакан мулпала тӑранса пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Гад ҫинчен каланӑ: Гад йӑхне хунаттарса яракан — мухтавлӑ; вӑл — арӑслан пек, тӑшманӗсен алли-урине те, пуҫне те ҫапса салатать;</verse>
				<verse number="21">вӑл хӑйне валли ҫӗрӗн пуҫламӑшне суйласа илчӗ, саккун паракан ӑна еткерлӗх вырӑнне хучӗ, вӑл халӑх пуҫлӑхӗсемпе килчӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрӗ пулчӗ, Израильшӗн мӗн тумаллине пурне те турӗ.</verse>
				<verse number="22">Дан ҫинчен каланӑ: Дан вӑл — Васанран чупса тухакан ҫамрӑк арӑслан.</verse>
				<verse number="23">Неффалим ҫинчен каланӑ: Ҫӳлхуҫа Неффалима кӑмӑллать, ӑна туп-тулли ырӑлӑх пиллет; унӑн аллинче — кӑнтӑр енӗпе тинӗс.</verse>
				<verse number="24">Асир ҫинчен каланӑ: Асир Израиль ывӑлӗсем хушшинче мухтавлӑ, ӑна хӑйӗн тӑванӗсем юратса тӑрӗҫ, урине вӑл йывӑҫ ҫӑвне чикӗ;</verse>
				<verse number="25">тимӗрпе пӑхӑр — санӑн хапхусем; пурӑнас кунусем пекех, пуянлӑху хушӑнса пырӗ санӑн.</verse>
				<verse number="26">Израиль Турри евӗрли урӑх ҫук, Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартса, пӗлӗт ҫинче сана пулӑшмашкӑн тӳперен Вӑл ҫитрӗ;</verse>
				<verse number="27">[санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн; тӑшманусене Вӑл сан умӑнтан хӑваласа ярӗ те: «пӗтер вӗсене!» тейӗ.</verse>
				<verse number="28">Израиль тӑнӑҫлӑ, пӗччен пурӑнать; хӑй умӗнче Иаков куҫӗ илпеклӗ ҫӗр курса тӑрать: тырри-пулли, эрехӗ туп-тулли, пӗлӗчӗсем унта сывлӑм тумлатаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Эй Израиль, эсӗ телейлӗ! кам пур-ши сан пекки? сана Ҫӳлхуҫа упраса тӑрать, Вӑл — сана сыхласа тӑракан хулкан, санӑн мухтавлӑ хӗҫӳ! Тӑшманусем сан умӑнта хӑйсене чурасем пек тытаҫҫӗ, эсӗ вӗсене ӗнсерен пусса тӑратӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Моисей ӗнтӗ Моав тӳремлӗхӗнчен Нево тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Фасга теекен ту тӑррине улӑхнӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнпур Галаад ҫӗрне Дан таранах,</verse>
				<verse number="2">Неффалимӑн пӗтӗм [ҫӗрне], Ефремпа Манассиян [пӗтӗм] ҫӗрне, Иудӑн пӗтӗм ҫӗрне анӑҫ тинӗсне ҫитиех</verse>
				<verse number="3">тата кӑнтӑр енчи ҫӗршывпа Иерихон айлӑмӗнчи тӳремлӗхе, Пальма хулине, Сигор хули таранах кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа вара ӑна каланӑ: Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса: «ӑна санӑн вӑрлӑхна паратӑп» тесе каланӑ ҫӗр акӑ; Эпӗ сана ӑна хӑвӑн куҫупа курма патӑм, анчах эсӗ унта кӗреймӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара Ҫӳлхуҫа чури Моисей, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫавӑнта, Моав ҫӗрӗ ҫинче, вилнӗ;</verse>
				<verse number="6">ӑна Моав ҫӗрӗнчех, Беф-Фегорпа тӗлме-тӗл айлӑмра, пытарнӑ, хӑш вырӑна пытарнине вара мӗн паянхи кунчченех никам та пӗлмест.</verse>
				<verse number="7">Вилнӗ чухне Моисей ҫӗр ҫирӗм ҫулта пулнӑ; анчах унӑн куҫ ҫутийӗ те сӳнмен пулнӑ, вӑйӗ те чакман пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Израиль ывӑлӗсем Моисейшӗн хурланса Моав тӳремлӗхӗнче [Иерихон ҫывӑхӗнчи Иордан хӗрринче] вӑтӑр кун хушши хӳхленӗ. Ҫапла Моисейшӗн хурланса хӳхлес кунсем иртсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ Нав ывӑлӗ Иисус ӑслӑлӑх сывлӑшӗпе хӑватлӑланнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей ун ҫине хӑйӗн аллине хунӑ пулнӑ; Израиль ывӑлӗсем вара ӑна итлесе пурӑннӑ, пур ӗҫе те Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек туса пынӑ.</verse>
				<verse number="10">Моисей пек пророк Израилӗн урӑх пулман: Ҫӳлхуҫа унпа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ,</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӑл Египет ҫӗрӗнче фараонпа унӑн мӗнпур чури тӗлӗшӗнчен, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ тӗлӗшӗнчен паллӑсемпе кӗтретсем нумай кӑтартнӑ,</verse>
				<verse number="12">пӗтӗм Израиль умӗнче аслӑ кӗтретсем тунӑ, алли хӑватлӑ пулнӑ унӑн.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="6">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа чури Моисей вилсессӗн, Иисуса — Нав ывӑлне, Моисей ҫумӗнче ӗҫлесе тӑнӑ ҫынна — Ҫӳлхуҫа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Манӑн чурам, Моисей, вилчӗ; ӗнтӗ тӑр та ҫак Иордан шывӗ урлӑ каҫса кай: ху та, ҫак мӗнпур халӑх та Эпӗ вӗсене, Израиль ывӑлӗсене, паракан ҫӗр ҫине каҫӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Моисее каланӑ пек, урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш ҫӗре те Эпӗ сире паратӑп:</verse>
				<verse number="4">хетсен пӗтӗм ҫӗрне — пушхирпе ҫак Ливан патӗнчен пуҫласа аслӑ Евфрат юханшывӗ таранчченех — сире паратӑп; сирӗн ҫӗрӗр хӗвеланӑҫӗ енчи аслӑ тинӗс хӗррине ҫитичченех сарӑлса выртӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӗмӗрӳ тӑршшӗнче сан умӑнта никам та тытӑнса тӑраймӗ; Моисейпе пӗрле пулнӑ пекех, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп: санран пӑрӑнмӑп, сана пӑрахса хӑвармӑп.</verse>
				<verse number="6">Ҫирӗп те хастар пул: Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре ҫак халӑха эсӗ валеҫсе парӑн;</verse>
				<verse number="7">анчах ҫирӗп те питӗ хастар пул, хӑвна Моисей, Манӑн чурам, халалласа хӑварнӑ пӗтӗм саккуна тӗплӗн уяса, пурӑнӑҫа килтерсе пыр; хӑвӑн пӗтӗм ӗҫне ӑслӑ-тӑнлӑ туса пырас тесессӗн, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн.</verse>
				<verse number="8">Ҫакӑ саккун кӗнеки санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчен ан кайтӑр; унта мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс туса тӑмашкӑн ӑна кунӗн-ҫӗрӗн вӗрен: вара ҫӳрекен ҫулу ӑнӑҫлӑ пулӗ, пур ӗҫне те ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвӑн.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ сана ҫапла хушатӑп: ҫирӗп те хастар пул, ан хӑра, ан сехӗрлен: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара Иисус халӑха пӑхса тӑракансене ҫапла тума хушнӑ:</verse>
				<verse number="11">тапӑра кайӑр та халӑха хистесех калӑр: хӑвӑр валли ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗр: тепӗр виҫӗ кунран сирӗн [аҫӑрсенӗн] Ҫӳлхуҫа Турри хӑвӑра еткерлӗхе паракан ҫӗре илмешкӗн ҫак Иордан леш енне каҫса каймалла пулать, тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="13">хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ;</verse>
				<verse number="14">сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр,</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Лешӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: пире мӗн хушатӑн, ҫавна пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, пире ӑҫта яратӑн — кайӑпӑр;</verse>
				<verse number="17">эпир Моисее епле итлесе пурӑннӑ, сана та ҫавӑн пекех итлесе пурӑнӑпӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру, Моисейпе пӗрле пулнӑ пек, санпа пӗрле пултӑрччӗ;</verse>
				<verse number="18">эсӗ хушнине хирӗҫ тӑракан, эсӗ мӗн каланине, мӗн хушнине итлемен кирек кам та вилӗме тивӗҫлӗ пулӗ. Ҫирӗп ҫеҫ, хастар ҫеҫ пул! тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, Нав ывӑлӗ, Ситтим хулинчен вӑрттӑн икӗ йӗрлевҫӗ янӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та ҫав ҫӗре тата Иерихон хулине пӑхса килӗр, тенӗ. [Икӗ яш ача] тухса кайнӑ, вӗсем [Иерихон хулине] ҫитнӗ те Раав ятлӑ пӗр аскӑн арӑм килне [кӗнӗ], унтах ҫӗр выртма юлнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ӗнтӗ Иерихон патши патне хыпар ҫитернӗ: акӑ кӗҫӗр Израиль ывӑлӗсем хушшинчен темӗнле ҫынсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иерихон патши Раав патне ҫынсем янӑ, патша хушнипе вӗсем: хӑв патна килнӗ ҫынсене тытса пар, вӗсем сан килне [ҫӗрле] ҫитсе кӗнӗ, вӗсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Хӗрарӑмӗ вара ҫав икӗ ҫынна тӗплӗ пытарнӑ та каланӑ: ман патӑма чӑнах та ҫынсем килнӗччӗ, анчах эпӗ вӗсем ӑҫтан иккенне пӗлмерӗм;</verse>
				<verse number="5">вӗсем тӗттӗмленеспе, хапха хупас умӗн, тухса кайрӗҫ; ӑҫта кайнине пӗлместӗп; хӑвӑртрах хӑвалӑр хыҫӗнчен — хуса ҫитетӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Хӑй вара ҫав икӗ яш ачана ҫурт тӑррине ертсе улӑхнӑ та унта сарса хунӑ йӗтӗн ҫурӑмӗсем хушшине пытарнӑ.</verse>
				<verse number="7">Патша янӑ ҫынсем вӗсем хыҫҫӑн Иордан ҫулӗпе кӗре каҫӑ патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; хапхине вара хӑвалама тухса кайнисем хыҫҫӑнах хупса хунӑ.</verse>
				<verse number="8">Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та</verse>
				<verse number="9">каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="10">эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр;</verse>
				<verse number="11">ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн;</verse>
				<verse number="12">апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр,</verse>
				<verse number="13">манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫав ҫынсем ку арӑма каланӑ: [халӗ] пирӗн ҫинчен никама та пӗлтермесессӗн, эсир пӗтес вырӑнне пирӗн чун пӗтмелле пултӑр; Ҫӳлхуҫамӑр ҫак ҫӗре пире парсассӑн, эпир сана ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх кӑтартӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара арӑм вӗсене чӳречерен вӗрен вӗҫҫӗн антарса янӑ: унӑн килӗ хула хӳми ӑшӗнче пулнӑ, вӑл ҫапла хӳме ӑшӗнче пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="16">вӑл вӗсене каланӑ: йӗрлекенсем хӑвӑра ан тӗл пулччӑр тесе эсир ту ҫинелле кайӑр, [хӑвӑр хыҫҫӑн] хӑваласа кайнисем таврӑниччен унта виҫӗ кун пытанса тӑрӑр; кайран хӑвӑр ҫулӑрпа кайӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫав ҫынсем арӑма каланӑ: эхер те эсӗ акӑ ҫапла тумасассӑн, эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр:</verse>
				<verse number="18">эпир ҫак ҫӗр ҫине килсессӗн, эсӗ халӗ пире антарса янӑ чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса яр, хӑвӑн аҫупа аннӳне, тӑванусене, аҫун пӗтӗм кил-йышне хӑвӑн килне пуҫтар;</verse>
				<verse number="19">эхер те хӑшӗ те пулин санӑн килӳн алӑкӗнчен тухсассӑн, унӑн юнӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, эпир вара [эсӗ халӗ пире тупа тутарнинчен] ирӗклӗ пулӑпӑр; эхер те [санӑн] килӳнте хӑвӑнпа пӗрле ларакана пӗр алӑ пырса тивсессӗн, унӑн юнӗ пирӗн пуҫа пулӗ;</verse>
				<verse number="20">ҫавӑн пекех [пире кам та пулин кӳрентерсессӗн те е] эсӗ пирӗн ҫак ӗҫӗмӗр ҫинчен пӗлтерсессӗн те эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Арӑм: эсир каланӑ пек пултӑр! тенӗ. Ӗнтӗ ҫыннисене кӑларса янӑ, лешӗсем кайнӑ, вӑл вара чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса ҫакнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем кайнӑ, ту ҫине ҫитнӗ те хӑйсем хыҫҫӑн хӑваласа пынисем каялла таврӑниччен унта виҫӗ кун тӑнӑ. Хӑвалаканӗсем вӗсене пӗтӗм ҫул тӑршшӗпе шыранӑ, анчах тупайман.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла вара ҫав икӗ ҫын каялла кайнӑ, ту ҫинчен анса [Иордан] урлӑ каҫнӑ та Нав ывӑлӗ Иисус патне ҫитнӗ, хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем Иисуса каланӑ: Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] ҫак ҫӗре пӗтӗмпех пирӗн аллӑмӑра панӑ, унта пурӑнакансем пурте пирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Иисус ирхине ирех тӑнӑ та, вара вӗсем, — вӑл хӑй тата пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, — Ситтим хулинчен тапранса тухса Иордан хӗррине ҫитнӗ, ҫавӑнта ҫӗр выртнӑ, шывӗ урлӑ каҫман-ха.</verse>
				<verse number="2">Халӑха пӑхса тӑракансем виҫӗ кунран тапӑр тӑрӑх кайнӑ та</verse>
				<verse number="3">акӑ ҫапла каласа тухнӑ: хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчине, ӑна ҫӗклесе пыракан [хамӑр] священниксене [тата] левитсене курсассӑн, эсир те вырӑнтан тапранӑр та вӗсем хыҫҫӑн кайӑр;</verse>
				<verse number="4">саккун арчипе сирӗн хушшӑр икӗ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултӑр; каяс ҫулӑра пӗлес тесе ун патне ҫывӑха ан пырӑр: вӑл ҫулпа эсир ӗнер те, виҫӗмкун та ҫӳремен, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус халӑха каланӑ: [ир тӗлне] тасалса тӑрӑр: ыран Ҫӳлхуҫа сирӗн хушшӑрта хӑватсем-кӗтретсем кӑтартӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Священниксене вара Иисус ҫапла каланӑ: [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине илӗр те халӑх умӗнчен пырӑр, тенӗ. [Священниксем Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине илнӗ те халӑх умӗнчен пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ҫак кун Эпӗ сана пӗтӗм Израиль [ывӑлӗ] умӗнче асла кӑларма пуҫлатӑп — пӗлччӗр вӗсем: Эпӗ Моисей тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнӑ, сан тӗлӗшӗнчен те ҫавӑн пекех пулӑп;</verse>
				<verse number="8">эсӗ вара саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксене ҫапла хуш, ҫапла кала: Иордан шывне кӗрсессӗнех, Иорданта чарӑнса тӑрӑр, те, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иисус Израиль ывӑлӗсене каланӑ: кунтарах килӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Иисус тата каланӑ: сирӗн хушшӑрта чӗрӗ Турӑ тӑнине, Вӑл сирӗн патӑртан ханаансене, хетсене, евейсене, ферезейсене, гергесейсене, аморрейсене тата иевусейсене хӑваласа ярасса эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлӗр:</verse>
				<verse number="11">эсир Иордан урлӑ каҫнӑ чухне пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи сирӗн умӑртан пырӗ;</verse>
				<verse number="12">Израиль йӑхӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр;</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫанӑн, пӗтӗм ҫӗр Патшийӗн, саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксен ури Иордан шывне ярса пуссассӑнах, Иордан шывӗ типсе ларӗ, тури енчен юхакан шыв чарӑнса хӳме пек тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара халӑх Иордан урлӑ каҫмашкӑн хӑйӗн чатӑрӗсем патӗнчен тапранса тухнӑ, священниксем халӑх умӗнчен [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ,</verse>
				<verse number="15">ҫапла [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине йӑтса пыракансем Иордана пырса кӗрсессӗнех, арча ҫӗкленӗ священниксем урине шыва чиксессӗнех [Иордан вара тулӑ вырнӑ вӑхӑтра яланах ҫыранӗнчен тухса ейӗве кайса выртать],</verse>
				<verse number="16">тури енчен юхакан шыв тӑпах чарӑннӑ та Цартан ҫывӑхӗнчи Адам хули патне ҫитичченех хӳме пек пӳлӗнсе тӑнӑ; анаталла юхакан шывӗ тӳремлӗх тинӗсне, Тӑварлӑ тинӗсе, юхса кайса пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="17">Халӑх Иерихон тӗлӗнчен каҫса кайнӑ; Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем Иордан варринче типӗ ҫӗрте шанӑҫлӑн тӑнӑ. Израиль [ывӑлӗсем] ҫапла пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫса пӗтичченех типӗ ҫӗрпе пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫса кайсассӑн, Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ:</verse>
				<verse number="2">халӑх хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр те</verse>
				<verse number="3">вӗсене ҫапла тума хушӑр: ҫакӑнтан, Иордан варринчен, священниксем хускалмасӑр тӑнӑ вырӑнтан, вуникӗ чул илӗр те вӗсене хӑвӑрпа пӗрле йӑтса кайса кӗҫӗр ӑҫта ҫӗр выртма чарӑнӑр, ҫав тӗле купаласа хурӑр, тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те</verse>
				<verse number="5">каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр:</verse>
				<verse number="6">вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн,</verse>
				<verse number="7">вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиль ывӑлӗсем вара Иисус мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек тунӑ: Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ пек, Израиль йӑхӗсен шутне кура, Иордан тӗпӗнчен вуникӗ чул илнӗ те вӗсене хӑйсем ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна ҫӗклесе кайса ҫавӑнта хунӑ.</verse>
				<verse number="9">Иисус тата Иордан варрине, [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем тӑнӑ вырӑна, [тепӗр] вуникӗ чул купаласа хунӑ. Вӗсем паянхи кунчченех ҫавӑнта.</verse>
				<verse number="10">[Иисус] пӗтӗмпех туса пӗтериччен — Ҫӳлхуҫа халӑха Иисус урлӑ мӗн каланине, Моисей Иисуса мӗн халалланине туса ҫитериччен — [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине ҫӗклесе пыракан священниксем Иордан варринче тӑнӑ; халӑх ҫав вӑхӑтра васкавлӑн Иордан урлӑ каҫнӑ.</verse>
				<verse number="11">Пӗтӗм халӑх [Иордан] урлӑ каҫса кайсассӑн вара халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа [саккунӗн] арчи те, священниксем те тепӗр енне каҫнӑ;</verse>
				<verse number="12">Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ, Моисей хӑйсене каланӑ пек, кӑрал тытса Израиль ывӑлӗсем умӗнчен каҫнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӑрҫа хатӗрленнӗ хӗрӗх пине яхӑн ҫын Ҫӳлхуҫа умӗнче Иерихон тӳремлӗхне каҫнӑ, ӗнтӗ вӗсем ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫав кун Ҫӳлхуҫа Иисуса пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче асла кӑларнӑ, вара унран Моисейрен мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпе хӑраса пурӑннӑ пекех хӑрама пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Иисуса ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="16">Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксене ҫыран хӗррине тухма хуш, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иисус вара священниксене: ҫыран хӗррине тухӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем ҫыран хӗррине тухса типӗ ҫӗр ҫине ура ярса пуссанах, Иордан шывӗ хӑйӗн яланхи ҫулӗпе хускалса кайнӑ, ӗнерхи-виҫӗмкунхи пекех, ҫыран тулли тулса юха пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="19">Халӑх ҫапла Иорданран пӗрремӗш уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче тухнӑ та Галгал хулинче, Иерихонӑн хӗвелтухӑҫ енче, тапӑра тӑнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ,</verse>
				<verse number="21">вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн,</verse>
				<verse number="22">ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр:</verse>
				<verse number="23">сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Иордан ку енче тинӗс еннелле пурӑнакан аморрейсен патшисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансен патшисем пурте Израиль ывӑлӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсен умӗнчи шыва типӗтсе тӑни ҫинчен илтсессӗн, вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ, [сехри хӑпнӑ,] Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ тӑма вӗсен хал та юлман.</verse>
				<verse number="2">Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ҫивӗч [чул] ҫӗҫӗсем ту та Израиль ывӑлӗсене иккӗмӗш хут ӳт касса тух, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара Иисус ҫивӗч [чул] ҫӗҫӗсем тунӑ та Ӳт кастарнӑ сӑрт тесе ят панӑ вырӑнта Израиль ывӑлӗсене ӳт касса тухнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ;</verse>
				<verse number="5">ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ,</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ,</verse>
				<verse number="7">вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ. Иисус ӗнтӗ ҫавсене ӳт касса тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт кастарманскерсем пулнӑ: ҫул ҫинче [ҫуралнӑран] вӗсене ӳт касмасӑр хӑварса пынӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫапла пӗтӗм халӑха ӳт касса тухсассӑн, вӑл, тӳрленсе ҫитиччен, хӑйӗн вырӑнӗнче тапӑртах тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: халӗ ӗнтӗ Эпӗ сирӗн ҫинчен Египет мӑшкӑлне сиртӗм, тенӗ. Акӑ мӗншӗн ҫав вырӑна паян кунчченех Галгал теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Израиль ывӑлӗсем Галгал патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине вара Иерихон тӳремӗнче Пасха уявне уяса ирттернӗ;</verse>
				<verse number="11">Пасхӑн тепӗр кунӗнче вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче ӳсекен ҫимӗҫе ҫие пуҫланӑ, ҫав кунах тутлӑлла ҫӑкӑр, типӗтнӗ тӗшӗ ҫинӗ;</verse>
				<verse number="12">вӗсем ҫӗр ҫимӗҫне ҫие пуҫласассӑн тепӗр куннех манна ҫума чарӑннӑ, Израиль ывӑлӗсен вара текех манна пулман, вӗсем ӗнтӗ ҫав ҫул Ханаан ҫӗрӗн ҫимӗҫне ҫисе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Иерихон ҫывӑхӗнче тӑнӑ чухне Иисус пӑхнӑ та акӑ курах каять: ун умӗнче пӗр ҫын тӑра парать, аллинче хӑйӗн — йӗнӗрен кӑларнӑ хӗҫ. Иисус ун патне пынӑ та каланӑ ӑна: эсӗ пирӗн ҫын-и е пирӗнпе тӑшманлӑ халӑх ҫынни-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Лешӗ каланӑ: ҫук, эпӗ — Ҫӳлхуҫа ҫарӗн ҫулпуҫӗ, халӗ [кунта] килтӗм, тенӗ. Иисус ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн калӗ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа ҫарӗн ҫулпуҫӗ Иисуса каланӑ: уру сыррине салт, мӗншӗн тесессӗн эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ вырӑн, тенӗ. Иисус вӑл каланӑ пек тунӑ.</verse>
				<verse number="16">Иерихон ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсенчен хӑранипе питӗрӗнсех ларнӑ, хупӑ тӑнӑ: [унтан] тухаканни те пулман, кӗрекенни те пулман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: акӑ Эпӗ Иерихон хулипе унӑн патшине [тата унти] вӑйлӑ ҫынсене санӑн аллуна паратӑп;</verse>
				<verse number="2">вӑрҫа юрӑхлисем пурсӑр та пухӑнса хула тавра ҫаврӑнӑр, ун тавра [кунне] пӗр хутчен ҫаврӑнӑр; ултӑ кун хушши ҫапла туса тӑр;</verse>
				<verse number="3">саккун арчи умӗнчен ҫичӗ священник ҫичӗ юбилей трупи йӑтса пытӑр; ҫиччӗмӗш кунне вара хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнӑр, священниксем трупа кӑшкӑртса пыччӑр;</verse>
				<verse number="4">юбилей мӑйраки кӑшкӑртса ярсассӑн, эсир трупа сассине илтсессӗн, пӗтӗм халӑх хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ятӑр, вара хула хӳми тӗпӗ-йӗрӗпе ишӗлсе анӗ, вара [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен [хулана вирхӗнсе] кӗтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус, Нав ывӑлӗ, [Израиль] священникӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: саккун арчине ҫӗклесе килӗр; ҫичӗ священникӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи ҫӗклесе пытӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Тата халӑха [калаччӑр тесе, вӗсене] ҫапла хушнӑ: кайӑр та хула тавра ҫаврӑнӑр; вӑрҫа хатӗрленсе кӑрал тытнисем Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен пыччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иисус халӑха ҫапла каласассӑнах, Ҫӳлхуҫа умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи тытса пыракан ҫичӗ священник вырӑнтан хускалса труписене [хыттӑн] кӑшкӑртса янӑ, вӗсем хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи пынӑ;</verse>
				<verse number="8">кӑрал тытнисем вара трупа кӑшкӑртса пыракан священниксем умӗнчен пынӑ; кайрисем [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчи хыҫӗнчен пынӑ, утнӑ майӑн трупа кӑшкӑртнӑ.</verse>
				<verse number="9">Халӑха вара Иисус ҫапла хытарса каланӑ: ан кӑшкӑрашӑр, сирӗн сассӑр ан илтӗнтӗр, эпӗ сире: «кӑшкӑрӑр!» тесе калас кунччен сирӗн ҫӑвартан пӗр сӑмах ан тухтӑр, эпӗ каласассӑн кӑшкӑрса ярӑр вара, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла вара Ҫӳлхуҫа [саккунӗн] арчи хула тавра кайса пӗрре ҫаврӑнса килнӗ; Израиль ывӑлӗсем тапӑра ҫитсе тапӑрта ҫӗр выртнӑ.</verse>
				<verse number="11">[Тепӗр кунхине] Иисус ирхине ирех тӑнӑ та, священниксем Ҫӳлхуҫа [саккунӗн] арчине ҫӗклесе вырӑнтан хускалнӑ;</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи тытса пыракан ҫичӗ священник трупа кӑшкӑртса пынӑ; кӑрал тытнисем вӗсен умӗнчен пынӑ, кайрисем Ҫӳлхуҫа [саккунӗн] арчи хыҫӗнчен пынӑ, утнӑ майӑн трупа кӑшкӑртнӑ.</verse>
				<verse number="13">Тепӗр кунхине те ҫапла хула тавра пӗр хут ҫаврӑннӑ та тапӑра таврӑннӑ. Ултӑ кун хушши ҫавӑн пек тунӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫиччӗмӗш кунхине ирех, шурӑмпуҫпа пӗрлех, тӑнӑ та хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑннӑ; вӗсем унчченхи евӗрлех пынӑ, анчах ҫав кун хула тавра ҫичӗ хутчен ҫаврӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Священниксем ҫиччӗмӗш хут трупа кӑшкӑртса ярсассӑн, Иисус халӑха: кӑшкӑрӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа хулана сирӗн аллӑра пачӗ! тенӗ;</verse>
				<verse number="16">хулана хура ылхан ҫитрӗ, унта мӗн пурри — [ҫӳлти ҫарсенӗн] Ҫӳлхуҫине; аскӑн арӑма Раава анчах чӗрӗ хӑварӑр: ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчисене те никама та ан тивӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл эпир янӑ ҫынсене сыхласа хӑварчӗ;</verse>
				<verse number="17">анчах та тупаланӑ япаларан сыхланӑр, тупаланине илсе хӑвӑрӑн та тупаланмалла ан пултӑр, Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрне тупалани ан ҫиттӗр, ӑна инкек ан пултӑр;</verse>
				<verse number="18">пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗл, пӗтӗм пӑхӑр-тимӗр савӑт Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр, Ҫӳлхуҫа пурлӑхӗн ҫӳпҫине кӗтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Халӑх кӑшкӑрса янӑ, трупасем кӑшкӑртнӑ. Трупа сассине илтсессӗнех, [пӗтӗм] халӑх [пӗрле] хыттӑн, вӑйлӑн кӑшкӑрса янӑ, [хула] хӳми вара [пӗтӗмпех,] тӗпӗ-йӗрӗпех ишӗлсе аннӑ, [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен хулана талпӑннӑ, ҫапла хулана ярса илнӗ.</verse>
				<verse number="20">Хулара мӗн пуррине пурне те тупаланӑ, арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, ватти-вӗтти, вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-ашакӗ — [пурне те] хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="21">Малтан ҫӗр пӑхса килнӗ икӗ яш ачана Иисус каланӑ: леш аскӑн арӑм килне кайӑр та, хӑвӑр тупа тунӑ пек, ӑна хӑйне те, килӗнче кам пуррине пурне те кӑларӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">[Хула] пӑхса килнӗ яш ачасем вара [хӗрарӑм килне] кайнӑ та [аскӑн арӑма] Раава, унӑн ашшӗпе амӑшне те, пиччӗшӗ-шӑллӗне те, тӑванӗсене те, ун килӗнче кам пулнӑ — ҫавсене пурне те кӑларса Израиль тапӑрӗн тулашне илсе пырса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="23">Хулана, унта мӗн пуррине пӗтӗмпех вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ; кӗмӗлпе ылтӑнне, пӑхӑр-тимӗр савӑтсене анчах [Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр тесе] Ҫӳлхуҫа ҫурчӗн пурлӑх управӑшне панӑ.</verse>
				<verse number="24">Аскӑн арӑма Раава вара, ун ашшӗн кил-йышне, ун патӗнче пулнӑ ҫынсене пурне те Иисус чӗрӗ хӑварнӑ, вӑл паянхи кунчченех Израиль хушшинче пурӑнать, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иисус Иерихона пӑхма янӑ ҫынсене сыхласа хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑн чухне Иисус тупа туса каланӑ: кам та кам ҫак Иерихон хулине ҫӗнӗрен туса лартӗ, ҫав ҫын Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗ; хула никӗсӗ унӑн аслӑ ывӑлӗн пуҫне пулӗ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗн пуҫне пулӗ, тенӗ. [Азан — Вефиль ҫынни — кайран ҫапла тунӑ та: хула никӗсне хывнӑ чухне вӑл Авирона — малтанхи ывӑлне — ҫухатнӑ, хула хапхине лартнӑ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ кӗҫӗн ывӑлне ҫухатнӑ.]</verse>
				<verse number="26">Иисуспа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, унӑн чапӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Анчах та Израиль ывӑлӗсем [хӑрушла] усал ӗҫ тунӑ: вӗсем тупаланӑ япалана [илнӗ]. Ахан — Иуда йӑхӗн ҫынни, Хармий ывӑлӗ пулнӑ; Хармий вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Зара ывӑлӗ пулнӑ — тупаланӑ япалана илнӗ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене питӗ хытӑ ҫилленнӗ.</verse>
				<verse number="2">Иисус ҫавӑн чухне Иерихон хулинчен Вефилӗн хӗвелтухӑҫ енчи Беф-Авен ҫывӑхӗнчи Гай хулине ҫынсем янӑ, вӑл вӗсене: кайӑр, ҫӗр пӑхса килӗр, тенӗ. Лешӗсем кайнӑ та Гай ҫӗрне пӑхса килнӗ.</verse>
				<verse number="3">Иисус патне таврӑнсассӑн, ӑна каланӑ: пӗтӗм халӑх ан кайтӑр унта, икӗ пине е виҫӗ пине яхӑн анчах кайччӑр, Гай хулине вӗсем те ҫӗнтерӗҫ; пӗтӗм халӑха асаплантарса ан ҫӳрет, вӗсем [унта] сахаллӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫапла вара унта виҫӗ пин ҫынна яхӑн кайнӑ, анчах вӗсем Гай ҫыннисенчен каялла тарса таврӑннӑ;</verse>
				<verse number="5">Гай ҫыннисем вӗсене хула хапхи патӗнчен Севарима ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, ту ҫинчен аннӑ чухне вӗсен вӑтӑр ултӑ ҫыннине вӗлерсе пӑрахнӑ; ҫавна пула халӑх чӗри хавшаса ӳксе шыв пек шӗвелнӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисус ӗнтӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умне ӳксе, мӗн каҫченех ҫапла выртнӑ; Израилӗн аслӑ ҫыннисем те ҫапла тунӑ; пуҫӗ ҫине вӗсем тусан сапнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вара Иисус каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Патшам! Эсӗ ҫак халӑха мӗншӗн Иордан урлӑ каҫартӑн — пире аморрейсен аллине парса пӗтерес тесе-и? ах, пирӗн Иордан леш енчех юлса пурӑнмаллаччӗ-мӗн!</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫамӑм! Израиль ҫапла тӑшманӗсенчен тарса килнӗ хыҫҫӑн мӗн калас ӗнтӗ манӑн?</verse>
				<verse number="9">Ҫакна илтсессӗн ханаансем тата ҫак ҫӗрте пурӑнакансем пире ҫавӑрса илсе ҫӗр ҫинче ятӑмӑра та хӑвармӗҫ. Хӑвӑн аслӑ ятна мӗн кӑтартӑн вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: тӑр, мӗншӗн ӳпне ӳксе выртатӑн?</verse>
				<verse number="11">Израиль ҫылӑха кӗчӗ: вӗсем Манпа хывнӑ халала пӑсрӗҫ; тупаланӑ япалана илчӗҫ, вӑрларӗҫ, хӑйсен япалисем хушшине пытарса хучӗҫ;</verse>
				<verse number="12">ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем, тӑшман умӗнче чӑтаймасӑр, каялла ҫаврӑнса тарчӗҫ, вӗсене ӗнтӗ ылхан ҫитрӗ; тупаланӑ япалана хӑвӑр хушшӑртан пӗтермесессӗн, текех сирӗнпе пӗрле пулмӑп.</verse>
				<verse number="13">Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те;</verse>
				<verse number="14">ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр;</verse>
				<verse number="15">тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Тепӗр кунхине Иисус ирех тӑнӑ та Израиль халӑхне йӑхӑн-йӑхӑн пухӑнса пыма хушнӑ, кӑтартни Иуда йӑхӗ ҫине тухнӑ;</verse>
				<verse number="17">Иуда йӑхне ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пыма хушсассӑн, кӑтартни Зара ӑрӑвӗ ҫине тухнӑ; Зара ӑрӑвне кил-йышӗ-кил-йышӗпе пыма хушсассӑн, кӑтартни Завдий [кил-йышӗ] ҫине тухнӑ;</verse>
				<verse number="18">Завдий кил-йышне пӗрер ҫыннӑн пыма хушсассӑн, кӑтартни Ахан ҫине — вӑл Иуда йӑхӗн ҫынни, Хармий ывӑлӗ пулнӑ; Хармий вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Зара ывӑлӗ пулнӑ — тухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вара Иисус Ахана каланӑ: эй ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, мухтавлӑх кӳр, Унӑн умӗнче ӳкӗн, мӗн тунине мана каласа пар; манран ан пытар, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ахан Иисуса хуравласа каланӑ: чӑн, эпӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫылӑха кӗтӗм, ҫапла-ҫапла турӑм:</verse>
				<verse number="21">туртса илнӗ япаласем хушшинче эпӗ питех те илемлӗ Сеннаар тумтирӗ, икҫӗр сикль кӗмӗл тата аллӑ сикль таякан ылтӑн катӑкӗ куртӑм; ӗнтӗ кӑмӑла кайрӗ те — илтӗм; ӑна хамӑн чатӑрта ҫӗр айне пытарса хутӑм, кӗмӗлне чи аяла [пытартӑм], тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Иисус ҫынсем янӑ та, лешӗсем чатӑра [тапӑра] чупса кайнӑ; хайхи япаласене пурне те Ахан чатӑрне пытарнӑ пулнӑ, кӗмӗлӗ чи аялта пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем ҫав япаласене чатӑртан илнӗ те, Иисуспа Израилӗн пӗтӗм ывӑлӗ патне илсе пырса, Ҫӳлхуҫа умне хунӑ.</verse>
				<verse number="24">Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ, Зара ывӑлне Ахана ертсе, хайхи кӗмӗле, тумтире, ылтӑн катӑкне, унӑн ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, вӑкӑрӗсемпе ашакӗсене, сурӑхӗсемпе чатӑрне тата унӑн мӗн пулнӑ, ҫавна [пӗтӗмпех] Ахор айлӑмне илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ Иисус каланӑ: пире инкек кӳнӗшӗн ҫак кун Ҫӳлхуҫа сана инкек кӑтартӗ, тенӗ. Вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ Ахана чулпа пере-пере вӗлернӗ, вӗсене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, вӗсем ҫине чул пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ахан ҫине темӗн ҫӳллӗш чул купи купаласа хӑварнӑ, вӑл халичченех сыхланса юлнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли лӑпланнӑ. Ҫавӑнпа ҫав вырӑна паян кунчченех Ахор айлӑмӗ теҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра, ан сехӗрлен; вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑха ерт те Гай хули ҫине кай; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Гай патшипе унӑн халӑхне, унӑн хулипе ҫӗрне паратӑп;</verse>
				<verse number="2">Иерихон хулипе унӑн патшине мӗнле пӗтертӗн, Гай хулипе унӑн патшине те ҫаплах пӗтер, анчах унӑн пурлӑхӗпе выльӑхӗ-чӗрлӗхне хӑвӑр хушшӑрта валеҫӗр; хула хыҫне ҫар пытарса тӑрат, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай ҫине кайма хатӗрленсе тӑнӑ, Иисус чи харсӑррисене вӑтӑр пин ҫын суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗрле кӑларса янӑ,</verse>
				<verse number="4">вӗсене акӑ ҫапла хушса янӑ: астӑвӑр, эсир хула хыҫне пытанса ларӑр; хуларан инҫе ан кайӑр, пурсӑр та хатӗр тӑрӑр, тенӗ;</verse>
				<verse number="5">эпӗ пӗтӗм халӑхпа пӗрле хула патне пырӑп; [Гай ҫыннисем] унчченхи пекех пире хирӗҫ тухсассӑн, эпир вӗсенчен тарма пуҫлӑпӑр;</verse>
				<verse number="6">вӗсем пирӗн хыҫҫӑн хӑвалӗҫ, ҫапла майпа эпир вӗсене хуларан аяккалла илӗртсе кайӑпӑр; вӗсем: «кусем, унчченхи пекех, пирӗнтен тараҫҫӗ-ха» тесе шухӑшлӗҫ;</verse>
				<verse number="7">эсир вара пытаннӑ ҫӗртен тухӑр та хулана ярса илӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр ӑна сирӗн аллӑра парать;</verse>
				<verse number="8">хулана туртса илсессӗн, ӑна вут тивертсе ярӑр, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тӑвӑр; астӑвӑр, сире ҫапла хушатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иисус ӗнтӗ кусене кӑларса янӑ, вӗсем кайнӑ та Вефильпе Гай хушшине, Гай хулин анӑҫ енне, пытанса ларнӑ; Иисус ҫав каҫ халӑх хушшинче ҫӗр каҫнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ирхине ирех тӑрса, Иисус халӑха пӑхса ҫаврӑннӑ та ӑна Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле Гай еннелле ертсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="11">ҫапла унпа пӗрле пулнӑ вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай хули патне [тухӑҫ енчен] пырса ҫитнӗ, [пытанса тӑнӑ ҫарӗ хуларан анӑҫ еннерех пулнӑ,]</verse>
				<verse number="12">вӗсем Гайӑн ҫурҫӗр енче чарӑнса тӑнӑ, ҫарпа хула хушшинче айлӑм пулнӑ; Иисус пӗр пилӗк пин ҫынна Вефильпе Гай хушшине, хулан анӑҫ енне, пытарӑнса ларма хушнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫапла халӑхӑн пӗр ушкӑнӗ хуларан ҫурҫӗр енче хатӗрленсе тӑнӑ, тепӗр ушкӑнӗ анӑҫ енче пулнӑ. Иисус ҫав каҫ айлӑма аннӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакна курсан, Гай патши ирхине ирех хула халӑхне ертнӗ те Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, ҫапла вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе айлӑма, малтанах палӑртса хунӑ вырӑна, ҫитнӗ; вӑл [хӑйӗн] хули хыҫӗнче пытарӑнса ларнӑ ҫар пулнине пӗлмен.</verse>
				<verse number="15">Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ, вӗсенчен сехӗрленнӗ пек пулса, каялла ҫаврӑнса пушхирелле пӑрахса тарнӑ;</verse>
				<verse number="16">вӗсене хӑваламашкӑн лешӗсем хулари мӗнпур халӑха чӗнсе тухнӑ, Иисуса хӑваланӑҫемӗн хуларан аяккарах та аяккарах кайнӑ;</verse>
				<verse number="17">ӗнтӗ Гай хулинче те, Вефиль хулинче те пӗр ҫын та юлман: пурте Израиль халӑхӗ хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; израильсене хӑваласа кайса хӑйсен хулине уҫах хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа вара Иисуса каланӑ: аллунти сӑннуна Гай ҫинелле тӑс: Эпӗ ӑна санӑн аллуна паратӑп, [пытанса тӑнӑ ҫар ҫийӗнчех хускалӗ,] тенӗ. Иисус ӗнтӗ [аллине тата] аллинчи сӑннине хула ҫинелле тӑснӑ.</verse>
				<verse number="19">Иисус аллине тӑссанах, пытанса тӑнӑ ҫар вырӑнтан тапранса хуланалла вӑйкӑннӑ, хулана вирхӗнсе кӗнӗ, ярса илсессӗнех ӑна вут тивертсе янӑ.</verse>
				<verse number="20">Гай ҫыннисем каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та хула ҫийӗн тӳпенелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарнине курнӑ. Вӗсем ӗнтӗ ни унталла, ни кунталла тара пӗлмен: пушхир енне чупакан израильсем ҫийӗнчех каялла ҫаврӑннӑ та вӗсене тапӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Пытанса тӑнӑ ҫар хулана туртса илнине, хула тӗлӗнче тӗтӗм [тӳпенелле] мӑкӑрланса хӑпарнине курсассӑн, Иисуспа израильсем пурте каялла ҫаврӑннӑ та Гай халӑхне ҫӗмӗре пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="22">хуларисем Гай ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ, лешӗсем вара Израиль ҫыннисем хушшине пулса юлнӑ; вӗсене пӗрисем пӗр енчен, теприсем тепӗр енчен хӗстернӗ; Гай ҫыннисене ҫапла ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсем пӗри те ҫӑлӑнайман, чӗрӗ юлни те, тарса хӑтӑлни те пулман;</verse>
				<verse number="23">Гай патшине вара чӗрӗллех тытса Иисус патне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="24">Израиль ҫыннисем хӑйсене хирте, пушхирте хӑваланӑ Гай халӑхне аркатса тӑксассӑн, лешӗсем пӗр ҫын юлмиччен хӗҫ ҫивӗчӗш айне пулса пӗтсессӗн, Гай хулине таврӑннӑ та унта юлнисене пӗтӗмпех хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫав кун Гай ҫыннисем арҫынӗ-арӑмӗ-мӗнӗпе пурӗ вуникӗ пин ҫын пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="26">Иисус сӑнӑ тытнӑ аллине Гай ҫыннисене пурне те тупаласа пӗтериччен пӗр усмасӑр тӑсса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, [Ҫӳлхуҫа] Иисуса каланӑ пек, хулари выльӑх-чӗрлӗхе, пурлӑха вара Израиль [ывӑлӗсем] хӑйсем хушшинче валеҫнӗ.</verse>
				<verse number="28">Иисус ҫапла Гай хулине ҫунтарса ярса ӑна ӗмӗрхи ишӗлчӗк, пушхир туса хӑварнӑ, паянхи кунчченех ҫапла вӑл;</verse>
				<verse number="29">Гай патшине ӗнтӗ йывӑҫран ҫакнӑ, [вӑл вара йывӑҫ ҫинче] каҫченех ҫакӑнса тӑнӑ; хӗвел ансассӑн, Иисус хушнипе, унӑн виллине йывӑҫ ҫинчен антарса хула хапхи умне пӑрахнӑ та ун ҫине тем пысӑкӑш чул купи купаласа хунӑ, вӑл паян кунчченех упранса юлнӑ.</verse>
				<verse number="30">Унтан Иисус Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Гевал тӑвӗ ҫинче парне вырӑнӗ тутарнӑ,</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа чури Моисей Израиль ывӑлӗсене халалласа хӑварнӑ пек, Моисей саккунӗ кӗнекинче ҫырнӑ пек, парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — тунӑ; ун ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе тӑнӑҫлӑх парни кӳнӗ.</verse>
				<verse number="32">[Иисус] ҫавӑнта чулсем ҫине Моисей Израиль ывӑлӗсем умӗнче ҫырнӑ саккуна йӗркипе ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="33">Пӗтӗм Израиль — [унӑн] аслӑ ҫыннисем, халӑха пӑхса тӑраканӗсем тата тӳрисем — Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе ҫӳрекен священниксем[пе] левитсене тӗлме-тӗл саккун арчин икӗ енне тӑрса тухнӑ; ют ҫӗртен килнисем те, Израиль ҫыннисем те пурте пӗрле, ҫурри — Гаризим тӑвӗ енче, тепӗр ҫурри Гевал тӑвӗ енче йӗркеленсе тӑнӑ: Ҫӳлхуҫа чури Моисей ӗлӗк Израиль халӑхне ҫапла пиллеме хушса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="34">Унтан [Иисус] саккун сӑмахӗсене те, пиллӗх сӑмахӗсене те, ылхан сӑмахӗсене те саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ, ҫапла вуласа панӑ;</verse>
				<verse number="35">Моисей [Иисуса] мӗн каласа хӑварнине Иисус пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче — [арҫынни-]хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи, хӑйсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсем [умӗнче] — пӗр сӑмах сиктермесӗр вуласа панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ҫакӑн ҫинчен илтсен, [аморрейсен] патшисем, — Иордан леш енчи сӑртлӑ-туллӑ, тӳремлӗ тата аслӑ тинӗс хӗррипе Ливан тӑвӗ патнех тӑсӑлакан ҫӗрсене тытса тӑраканскерсем, — тата хетсем, аморрейсем, [гергесейсем,] ханаансем, ферезейсем, евейсем, иевусейсем</verse>
				<verse number="2">пурте пӗрле пухӑннӑ та, пӗр майлӑ пулса, Иисуспа Израиль халӑхне хирӗҫ тӑрас тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах Гаваон ҫыннисем, Иисус Иерихонпа Гай хулисене епле пӗтерсе тӑкни ҫинчен илтсессӗн,</verse>
				<verse number="4">акӑ мӗнле чеелӗх тупнӑ: ашакӗсем ҫине ҫул валли кивӗ михӗсемпе ҫӑкӑр янтӑласа хунӑ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑклӑ тир хутаҫпа эрех илнӗ;</verse>
				<verse number="5">ури сырри те вӗсен кивӗ, саплӑклӑ пулнӑ, ҫийӗнчи тумтирӗсем те ҫӗтӗк пулнӑ; ҫул ҫине илнӗ ҫӑкӑрӗ те пӗтӗмпех типсе-кӑвакарса кайнӑскер, [тӗпренсе] пӗтнӗскер пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем ҫапла [израильсен] тапӑрне Галгала Иисус патне ҫитнӗ те ӑна тата пӗтӗм Израиль халӑхне каланӑ: эпир питӗ инҫетрен килтӗмӗр; пирӗнпе килӗшӳ тусамӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Израиль ҫыннисем ҫав евейсене каланӑ: тен, эсир хамӑр ҫывӑхрах пурӑнатӑр? пирӗн сирӗнпе епле килӗшӳ тӑвас-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Лешӗсем Иисуса: санӑн чурусем эпир, тенӗ. Иисус вара: эсир камсем пулатӑр, ӑҫтан килтӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем ӑна каланӑ: санӑн чурусем Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе питӗ инҫетрен килчӗҫ: эпир Унӑн мухтавӗ ҫинчен, Египет ҫӗрӗнче Вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен илтнӗ,</verse>
				<verse number="10">Иордан леш енче [пурӑннӑ] аморрейсен икӗ патшине — Есевон патшине Сигона тата Астарофпа [Едреи] хулисенче [пурӑннӑ] Васан патшине Ога — мӗн туни ҫинчен те пӗтӗмпех илтнӗ.</verse>
				<verse number="11">[Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн,] пирӗн аслӑ ҫыннӑмӑрсемпе хамӑр ҫӗршывра пурӑнакансем пурте пире ҫапла каларӗҫ: ҫул ҫине апат илӗр те ҫав халӑх патне кайӑр, калӑр вӗсене: «Эпир — сирӗн чурӑрсем; пирӗнпе килӗшӳ тусамӑр» тейӗр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Сирӗн пата килме тухнӑ чухне ҫак ҫӑкӑрсене эпир ӑшӑллах илсе тухнӑччӗ, кунта ҫитиччен йӑлт типсе кӑвакарса пӗтрӗҫ;</verse>
				<verse number="13">эрехне те вӗр-ҫӗнӗ тир хутаҫсене тултарнӑччӗ, вӗсем те йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтрӗҫ; инҫе ҫула пула пирӗн тумтирӗ те, ура сыррисем те йӑптӑхланчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Израиль ҫыннисем Ҫӳлхуҫаран ыйтмасӑрах вӗсен ҫӑкӑрне илнӗ.</verse>
				<verse number="15">Иисус вара вӗсемпе килӗшӳ тунӑ, сире тивмӗпӗр, чӗрӗ хӑварӑпӑр тесе шантарнӑ; халӑх пуҫлӑхӗсем ҫав сӑмахпа килӗшсе тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫапла килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн Израиль ҫыннисем виҫӗ кунранах вӗсем хӑйсен ҫывӑхӗнчех, хӑйсемпе кӳршӗллех пурӑннине пӗлнӗ:</verse>
				<verse number="17">Израиль ывӑлӗсем ҫула тухсассӑн виҫҫӗмӗш кунне шӑпах вӗсен хулисене ҫитсе кӗнӗ; вӗсен хулисем Гаваон, Кефира, Беероф тата Кириаф-Иарим [пулнӑ].</verse>
				<verse number="18">[Иисуспа] Израиль ывӑлӗсем ҫак хуласене тапӑнман, мӗншӗн тесессӗн халӑх пуҫлӑхӗсем [пурте] Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе тупа тунӑ пулнӑ. Ҫавӑншӑн пӗтӗм [Израиль] халӑхӗ пуҫлӑхсене ӳпкеленӗ.</verse>
				<verse number="19">Пуҫлӑхсем ӗнтӗ халӑха каланӑ: эпир вӗсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе тупа тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене тӗкӗнме пултараймастпӑр;</verse>
				<verse number="20">эпир акӑ ҫапла тӑвӑпӑр: вӗсене тупа тунӑшӑн хамӑра ылхан ан ҫиттӗр тесе, вӗсене чӗрех хӑварар, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Пуҫлӑхсем вӗсене тата каланӑ: пурӑнччӑр, анчах вӗсем пӗтӗм халӑх валли вутӑ касса, шыв кӳрсе тӑччӑр, тенӗ. [Вара пӗтӗм халӑх] пуҫлӑхсем каланӑ пек [тунӑ].</verse>
				<verse number="22">Иисус вӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эсир пире мӗншӗн улталарӑр? «Эпир аякрисем» терӗр, хӑвӑр пирӗн ҫывӑхрах пурӑнатӑр;</verse>
				<verse number="23">ҫакӑншӑн эсир ылханлӑ пулӑр! ӗмӗрех чурара тӑрӑр, [ман валли тата] манӑн Туррӑм ҫурчӗ валли вутӑ касса, шыв кӳрсе пурӑнӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: эпир, санӑн чурусем, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑйӗн чурине Моисее ҫак ҫӗре пӗтӗмпех сире пама, [пире тата] ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм халӑха сирӗн куҫӑр умӗнче пӗтерме хушнӑ тенине илтсеттӗмӗр; ҫавӑнпа эсир пире вӗлерсе пӗтересрен хӑраса ӳкрӗмӗр, ҫак ӗҫе те ҫавӑнпах турӑмӑр;</verse>
				<verse number="25">халӗ ӗнтӗ акӑ эпир санӑн аллунта: хӑвна пирӗн тӗлӗшрен мӗнле тусассӑн лайӑхрах та тӗрӗсрех туйӑнать, ҫапла ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вара Иисус вӗсем тӗлӗшӗнчен ҫапла тунӑ: вӗсене Израиль ывӑлӗсен аллинчен хӑтарнӑ, вӗлерме паман;</verse>
				<verse number="27">Иисус вӗсене ҫав кунран пуҫласа [пӗтӗм] халӑх валли тата Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ валли вутӑ касса, шыв кӳрсе тӑма хушнӑ; [ҫавӑнпа та Гаваон ҫыннисем Туррӑн парне вырӑнӗ валли Ҫӳлхуҫа] суйласа илнӗ кирек хӑш вырӑнта та паян кунчченех [вутӑ касса, шыв кӳрсе тӑраҫҫӗ].</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн</verse>
				<verse number="2">сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнпа Адониседек — Иерусалим патши — Хеврон патши Гогам патне, Иармуф патши Фирам патне, Лахис патши Яфий патне, Еглон патши Деавир патне ҫынсем янӑ, вӗсене:</verse>
				<verse number="4">«Килӗр, пулӑшӑр мана, Иисуспа, Израиль ывӑлӗсемпе килӗшӳ тунӑшӑн Гаваона ҫапса аркатма пулӑшӑр» тесе калама хушнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем пуҫтарӑннӑ, вара аморрейсен пилӗк патши — Иерусалим патши, Хеврон патши, Иармуф патши, Лахис патши тата Еглон патши — хӑйсен мӗнпур ҫарне ертсе пырса Гаваон хулине ҫавӑрса илсе вӑрҫӑ пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="6">Гаваон ҫыннисем Иисус патне [Израиль] тапӑрне, Галгал хулине, ҫынсем янӑ: «Хӑвӑн чурусене аллу хӳттисӗр ан хӑвар; хӑвӑртрах килсе пулӑшсам пире, ҫӑлсам пире: ту ҫинче пурӑнакан аморрейсен патшисем пурте пире хирӗҫ пуҫтарӑнса килчӗҫ» тесе калама хушнӑ.</verse>
				<verse number="7">Иисус вара Галгалран вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑха, пӗтӗм харсӑр ҫынна хӑй ертсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: вӗсенчен ан хӑра: Эпӗ вӗсене санӑн аллуна патӑм, пӗри те сана хирӗҫ тӑраймӗҫ вӗсем, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Галгалран тухсан пӗр чарӑнмасӑр, ҫӗрӗпе кайса, Иисус вӗсем патне пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫитсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="10">Израиль ҫыннисем курӑнсассӑнах, Ҫӳлхуҫа Гаваон халӑхне шуйхатсах пӑрахнӑ, вара израильсем вӗсене Гаваонра тӗппипе аркатса тӑкнӑ, Вефорон тӳпемӗ еннелле выртакан ҫулпа хӑваласа кайса Азекпа Макед патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе пынӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем Израиль ывӑлӗсенчен тарса Вефорон тӑвӗн тайлӑмӗпе пынӑ чухне Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине Азек патне ҫитичченех тӳперен шултӑра чул [пӑр] ҫутарса пынӑ, вӗсем вилнӗ ӗнтӗ: чул ҫуса тӑнипе вилнисем Израиль ывӑлӗсем [ҫапӑҫура] хӗҫпе вӗлерсе пӗтернинчен ытларах пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа [Турӑ], аморрей халӑхне Гаваонра Израиль ывӑлӗсем умӗнче ҫӗмӗрсе тӑкса, ӑна Израиль аллине панӑ кун Иисус Израиль халӑхӗ умӗнче пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана асӑнса каланӑ: эй хӗвел, Гаваон тӗлӗнче чарӑнса тӑр! эй уйӑх, Аиалон айлӑмӗ тӗлӗнче чарӑнса тӑр!</verse>
				<verse number="13">Хӗвел чарӑнса тӑнӑ, уйӑх чарӑнса тӑнӑ, халӑх хӑй тӑшманне аркатса тӑкичченех вӗсем ҫапла пӗр хускалмасӑр тӑнӑ. Тӳрӗ ҫын кӗнекинче шӑпах ҫавӑн ҫинчен ҫырман-и ӗнтӗ: унта: «Хӗвел чӑн тӳпере тӑнӑ, кунӗпе тенӗ пекех вӑл анӑҫалла шума васкаман» тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа этем сассине [ҫав тӗрлӗ] итленӗ пек кун унччен те, кайран та урӑх пулман. Ҫӳлхуҫа ҫав кун Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="15">Кайран Иисус мӗнпур Израиль халӑхӗпе пӗрле хӑйсен тапӑрне Галгала таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Леш пилӗк патша Макед ҫывӑхне тарса ӳксе ҫӗр хӑвӑлне пытаннӑ.</verse>
				<verse number="17">Иисуса: «Пилӗк патша тупӑнчӗ, вӗсем Макед ҫывӑхӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче пытанса лараҫҫӗ» тесе пӗлтерсессӗн,</verse>
				<verse number="18">Иисус каланӑ: ҫӗр хӑвӑлӗн анине пысӑк чулсемпе хупласа хурӑр, хураллама ҫынсем тӑратӑр;</verse>
				<verse number="19">хӑвӑр [кунта] чарӑнса ан тӑрӑр, тӑшманӑрсене хӑвалӑр, ҫарӗнчен тӑрса юлнисене пӗтерсе тӑкӑр, вӗсене хӑйсен хулисене тарса ӳкме ан парӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр вӗсене сирӗн аллӑра панӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Иисуспа Израиль ывӑлӗсем ҫапла хӑйсен тӑшманӗсене вирлӗн ҫӗмӗрсе тӑксассӑн, вӗсенчен чӗрӗ юлнисем тӗреклӗлетнӗ хуласене тарса кайсассӑн,</verse>
				<verse number="21">пӗтӗм халӑх, лӑпланса, Иисус патне тапӑра Макед хулине таврӑннӑ, Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ ҫӑвар уҫакан та пулман.</verse>
				<verse number="22">Вара Иисус каланӑ: ҫӗр хӑвӑлӗн анине уҫӑр та леш пилӗк патшана ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла тунӑ та: леш пилӗк патшана — Иерусалим патшине, Хеврон патшине, Иармуф патшине, Лахис патшине тата Еглон патшине — ҫӗр хӑвӑлӗнчен кӑларса Иисус патне илсе пырса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫав патшасене хӑй патне илсе тухсассӑн, Иисус Израиль ывӑлӗсене пурне те чӗнсе илнӗ те хӑйпе пӗрле ҫӳренӗ ҫар ҫулпуҫӗсене каланӑ: пырӑр, ҫак патшасен мӑйӗ ҫине урӑрпа пусӑр, тенӗ. Лешӗсем пынӑ та вӗсен мӑйӗ ҫине урипе пуснӑ.</verse>
				<verse number="25">Иисус вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, ҫирӗп те хастар пулӑр: сирӗнпе вӑрҫакан тӑшманӑрсене Ҫӳлхуҫа пурне те ҫапла тӑвӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Унтан Иисус патшасене вӗлерсе пилӗк йывӑҫран ҫактарнӑ; вӗсем каҫченех ҫакӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Иисус хушнипе, вӗсен виллисене йывӑҫ ҫинчен антарнӑ та малтан хӑйсем тарса пытаннӑ ҫӗр хӑвӑлне пӑрахнӑ, хӑвӑлӗ анине пысӑк чулсем йӑвантарса хунӑ, ҫав чулсем паян кун та пулин ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Иисус ҫав кунах Макед хулине ярса илнӗ, [ӑна,] унӑн патшине хӗҫ айне тунӑ, хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Макед патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="29">Вара Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Македран Ливна хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;</verse>
				<verse number="30">Ҫӳлхуҫа Ливнӑна та Израиль аллине панӑ, [вара ӑна,] унӑн патшине [ярса илнӗ], Иисус хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ: унта никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливна патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="31">Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Ливнӑран Лахис хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;</verse>
				<verse number="32">Ҫӳлхуҫа Лахис хулине те Израиль аллине панӑ, вӑл ӑна тепӗр куннех туртса илнӗ те хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [ӑна та] Ливнӑна пӗтернӗ пекех [пӗтерсе тӑкнӑ].</verse>
				<verse number="33">Лахиса пулӑшма Горам, Газер патши, ҫитнӗ; ӗнтӗ Иисус ӑна хӑйне те, унӑн халӑхне те [хӗҫ] айне тунӑ; никама та чӗрӗ хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман].</verse>
				<verse number="34">Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Лахисран Еглон хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;</verse>
				<verse number="35">[Ҫӳлхуҫа ӑна та Израиль аллине панӑ,] ӑна ҫав кунах туртса илсе, ӑна тата ҫав кун унта пулнӑ мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, ӑна та Лахиса тупаланӑ пекех тупаланӑ.</verse>
				<verse number="36">Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Еглонран Хеврон хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;</verse>
				<verse number="37">Израиль ҫыннисем Хеврона туртса илсе хулине те, патшине те, ҫывӑхри ялсене те, унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ; никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, ӑна Еглона мӗн кӑтартнинех кӑтартнӑ: ӑна, унта мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ.</verse>
				<verse number="38">Унтан Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Давир хули патне ҫитсе ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;</verse>
				<verse number="39">хулана туртса илсе, унӑн патшине те, ҫывӑхри пур ялне те хӗҫ айне тунӑ, унта мӗн пуррине, [вӗсене,] мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ: пӗри те ҫӑлӑнайман; Хевронпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливнӑпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Давирпа унӑн патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="40">Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри хушнӑ пек, Иисус ҫапла сӑртлӑхри, кӑнтӑр енчи, айлӑмри пӗтӗм ҫӗре, ту аркисенчи ҫӗре тата вӗсенӗн пӗтӗм патшине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ;</verse>
				<verse number="41">Иисус вӗсене Кадес-Варни хулинчен пуҫласа Газа хулине ҫитиччен тӗп тунӑ, Гошен ҫӗрне те Гаваон таранчченех пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ;</verse>
				<verse number="42">ҫав патшасене, вӗсенӗн мӗнпур ҫӗрне Иисус пӗрре тытӑнсах ҫӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="43">Кайран Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйсен тапӑрне Галгала таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Иавин — Асор патши — Мадон патши Иовав патне, Шимрон патши патне, Ахсаф патши патне,</verse>
				<verse number="2">ҫурҫӗр еннелли сӑртлӑхра, Хиннарофӑн кӑнтӑр енчи тӳремлӗхре, айлӑмлӑ вырӑнсенче пурӑнакан патшасем патне, анӑҫ енче Нафоф-Дорта пурӑнакан патшасем патне,</verse>
				<verse number="3">тухӑҫ енче, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансем патне, ту ҫинче пурӑнакан аморрейсемпе хетсем, ферезейсемпе иевусейсем патне тата Ермон ҫывӑхӗнче, Массифа ҫӗрӗнче пурӑнакан евейсем патне хыпар янӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара ҫавсем хӑйсен пӗтӗм ҫарӗпе, темӗн чухлӗ халӑхӗпе вӑрҫа хатӗрленсе тухнӑ, халӑхӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ пухӑннӑ; утсемпе ҫар ураписем те шутсӑр нумай пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫав патшасем, пурте пӗрле пухӑнса, Израильпе ҫапӑҫмашкӑн Мером шывӗ хӗррине ҫитсе тапӑра тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра вӗсенчен — Эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлнелле [вӗсене] пурне те Израиль [ывӑлӗсен] аллине ӳкерӗп; эсӗ вӗсен учӗсенӗн шӑнӑрӗсене каса-каса тат, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх вӗсем патне Мером шывӗ хӗррине пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса тухнӑ та вӗсене тапӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль ҫыннисен аллине ӳкернӗ, Израиль ҫыннисем вӗсене аслӑ Сидона ҫитиччен, Мисрефоф-Маима ҫитиччен, тухӑҫ енчи Мицфа айлӑмне ҫитиччен хыҫран хӑваласа пӗтерсе пынӑ, вӗсене тӗппипех пӗтернӗ, пӗри те чӗрӗ юлман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман].</verse>
				<verse number="9">Иисус хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тунӑ: учӗсен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫав вӑхӑтрах Иисус, каялла таврӑнса, Асор хулине туртса илнӗ, унӑн патшине хӗҫпе касса вӗлернӗ, [Асорӗ вӑл ӗлӗк таврари патшалӑхсен чӑн аслӑ хули пулнӑ];</verse>
				<verse number="11">унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [пурне те] тупаланӑ: пӗр чӗрӗ чун та юлман; Асора вӑл вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа чури Моисей хушса хӑварнӑ пек, ҫав патшасене тата вӗсен мӗнпур хулине ярса илсессӗн, Иисус вӗсене пурне те хӗҫ айне тунӑ, пӗтмелле тупаланӑ;</verse>
				<verse number="13">анчах сӑрт тӳпемӗсенчи хуласене Израиль ывӑлӗсем ҫунтармасӑр хӑварнӑ, Иисус пӗр Асор хулине ҫеҫ ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫав хуласен мӗнпур пурлӑхне, [мӗнпур] выльӑх-чӗрлӗхне Израиль ывӑлӗсем хӑйсем валли ҫаратнӑ; ҫыннисене вара пурне те хӗҫпе касса тухнӑ, ҫапла пурне те тӗп тунӑ: [вӗсенчен] пӗр чун та хӑварман.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурине Моисее епле хушнӑ, Моисей те Иисуса ҫапла каласа хӑварнӑ, Иисус вара ҫавӑн пек тунӑ та: Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ сӑмахран тухман вӑл.</verse>
				<verse number="16">Иисус ҫапла пӗтӗм сӑртлӑх ҫӗре, кӑнтӑрти пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм Гошен ҫӗрне, айлӑм вырӑнсене, Израиль тӳремлӗхӗпе тӑвне, [ту таврашӗнчи] айлӑмлӑ вырӑнсене —</verse>
				<verse number="17">Сеир ҫывӑхӗнчи Халак тӑвӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патне ҫитичченех — туртса илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене пурне те тыткӑна илсе вӗлерсе пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫав патшасемпе Иисус нумай вӑхӑт хушши вӑрҫӑ вӑрҫнӑ.</verse>
				<verse number="19">Гаваонра пурӑнакан евейсемсӗр пуҫне Израиль ывӑлӗсемпе [пӗр хула та] килӗшӳ туман: израильсем вӗсене пурне те вӑрҫӑ вӑрҫса илнӗ;</verse>
				<verse number="20">вӗсем хӑйсенӗн чӗрине хаярлантарни, Израиле вӑрҫӑпа кӗтсе илни пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа ирӗкӗнчен килнӗ: Израиль ывӑлӗсем вӗсене тупалаччӑр тесе, ан каҫарччӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек пӗтерччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль халӑхӗпе хирӗҫтернӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн чухнех Иисус тата енакимсене [пурне те] ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; лешӗсем сӑртлӑхра, Хевронра, Давирта, Анавӑра, пӗтӗм Иуда тӑвӗ ҫинче, пӗтӗм Израиль тӑвӗ ҫинче пурӑннӑ; Иисус вӗсене хули-мӗнӗпе тупаланӑ;</verse>
				<verse number="22">Израиль ҫӗрӗнче енакимсен [пӗр ҫынни] те юлман, вӗсем Газа, Геф тата Азот хулисенче анчах юлнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла вара Иисус, Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ пек, пӗтӗм ҫӗре туртса илнӗ те Израиль халӑхне еткерлӗхе йӑхсерен уйӑрса панӑ. Ӗнтӗ вӑрҫӑ чарӑннӑ, самана лӑпланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Израиль ывӑлӗсем Иордан леш енче хӗвелтухӑҫ еннелле выртакан ҫӗре — Арнон юхӑмӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран сарӑлса выртакан ҫӗре — тата тухӑҫ енчи пӗтӗм тӳремлӗхе ҫакӑ патшасене ҫӗнтерсе туртса илнӗ:</verse>
				<verse number="2">Есевонра пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине; унӑн ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароертан пуҫланса Аммон чиккинчи Иавок юхӑмӗ таранах сарӑлса выртнӑ, Арнон айлӑмӗ те, Галаад ҫӗрӗн ҫурри те унӑн ҫӗрӗ пулнӑ,</verse>
				<verse number="3">вӑл тата пысӑк айлӑма — Хиннереф тинӗсӗн тухӑҫ ҫыранӗнчен пуҫланса тӳремлӗх тинӗсӗ патне, Тӑварлӑ тинӗс патне, ҫитиччен, тухӑҫ енче Беф-Иешимоф патне ҫитиччен, кӑнтӑр енче Фасга ту арки патне ҫитиччен сарӑлса выртакан айлӑма — тытса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="4">Израиль ывӑлӗсем Сигонпа чикӗллӗ пурӑнакан Ога та — Васан патшине, рефаимсен пӗртен-пӗрре юлнӑ ҫыннине, Астарофпа Едреи хулисенче пурӑнаканскере — парӑнтарнӑ,</verse>
				<verse number="5">ҫав патша Ермон тӑвӗпе Салха хулине, пӗтӗм Васан ҫӗрне Гессурпа Мааха чикки таранччен, Галаад ҫӗрӗн ҫуррине Есевон патшийӗн Сигонӑн патшалӑхӗ чикки таранччен тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа чури Моисейпе Израиль ывӑлӗсем вӗсене вӗлерсе пӗтернӗ; вара Ҫӳлхуҫа чури Моисей вӗсен ҫӗрӗсене Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне еткерлӗхе валеҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="7">Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ:</verse>
				<verse number="8"></verse>
				<verse number="9">пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши,</verse>
				<verse number="10">пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши,</verse>
				<verse number="11">пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши,</verse>
				<verse number="12">пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши,</verse>
				<verse number="13">пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши,</verse>
				<verse number="14">пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши,</verse>
				<verse number="15">пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши,</verse>
				<verse number="16">пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши,</verse>
				<verse number="17">пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши,</verse>
				<verse number="18">пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши,</verse>
				<verse number="19">пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши,</verse>
				<verse number="20">пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши,</verse>
				<verse number="21">пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши,</verse>
				<verse number="22">пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши,</verse>
				<verse number="23">Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши,</verse>
				<verse number="24">пӗр Фирца патши. Пӗтӗмпе вӑтӑр пӗр патша пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Иисус ватӑлса ҫитсессӗн, ӗнтӗ ватлӑх кунӗсем ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ ватӑлтӑн, ӗнтӗ ватлӑх кунусем ҫитрӗҫ, еткерлӗхе илмелли ҫӗр вара питех те нумай-ха.</verse>
				<verse number="2">Акӑ епле ҫӗрсем юлаҫҫӗ: пӗтӗм Филисти тавралӑхӗ, пӗтӗм Гессур [тата Ханаан] ҫӗрӗ.</verse>
				<verse number="3">Египет чиккинчи Сихор шывӗнчен пуҫласа Екронӑн ҫурҫӗр чиккине ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр те — Ханаан ҫӗрӗ, ӑна пилӗк патша, Филисти патшисем — Газа, Азот, Аскалон, Геф, Екрон, Аввей патшисем — тытса тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="4">кӑнтӑр енчи ҫӗр Меарӑран, Сидон ҫыннисен ҫӗрӗнчен, пуҫласа Афека, аморрейсен чиккине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр те — ханаансен ҫӗрӗ,</verse>
				<verse number="5">ҫавӑн пекех [Филисти ҫӗрӗ] Гевла та, тухӑҫ енче, Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ваал-Гадран пуҫласа Емаф хулине ҫитиччен сарӑлса выртакан пӗтӗм Ливан та — пӗтӗмпех Ханаан ҫӗрӗ.</verse>
				<verse number="6">Сӑртлӑхра пурӑнакан пӗтӗм халӑха — Ливанпа Мисрефоф-Маим хушшинче пурӑнакан пӗтӗм Сидон халӑхне — Эпӗ Израиль ывӑлӗсем умӗнчен хӑваласа ярӑп. Ҫав ҫӗре эсӗ, Эпӗ хӑвна хушнӑ пек, Израиль халӑхне еткерлӗхе валеҫсе пар;</verse>
				<verse number="7">ҫав ҫӗре тӑхӑр йӑха тата Манассиян ҫур йӑхне валеҫсе пар, [вӗсене Иорданран пуҫласа анӑҫалла аслӑ тинӗс хӗррине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗре пар; аслӑ тинӗс чикӗ пултӑр].</verse>
				<verse number="8">Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян тепӗр ҫур йӑхне Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иордан леш енчи [хӗвел]тухӑҫӗ еннелле выртакан ҫӗрсене панӑ:</verse>
				<verse number="9">вӗсен ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер патӗнчен пуҫланса кайнӑ, вӗсене айлӑмра ларакан хулана та, пӗтӗм Медева тӳремлӗхне те Дивон хулине ҫитичченех панӑ,</verse>
				<verse number="10">тата Есевонра патшара ларнӑ аморрейсен патшийӗн Сигонӑн хулисене пӗтӗмпе, аммонсен чиккине ҫитиччен,</verse>
				<verse number="11">ҫавӑн пекех Галаад, Гессур, Мааха ҫӗрӗсене, пӗтӗм Ермон ту-сӑртне, пӗтӗм Васан ҫӗрне Салха таранччен</verse>
				<verse number="12">тата Астарофпа Едреи хулисенче патшара ларнӑ Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхне панӑ. Моисей тӗп тунӑ, хӑваласа янӑ рефаимсенчен вӑл пӗчченех юлнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Анчах Израиль ывӑлӗсем Гессурпа Мааха [тата Ханаан] ҫыннисене тивмен, Гессурпа Мааха паян кунчченех Израиль хушшинче пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Моисей пӗр Левий йӑхне ҫеҫ ҫӗр паман: Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӗсенӗн еткерлӗхӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине кӳрекен парнесем пулнӑ. [Моисей Иордан леш енчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче тӑнӑ чухне Израиль ывӑлӗсене йӑхсерен ҫапла еткерлӗх ҫӗр валеҫсе панӑ:]</verse>
				<verse number="15">Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ:</verse>
				<verse number="16">вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх,</verse>
				<verse number="17">Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон,</verse>
				<verse number="18">Иааца, Кедемоф, Мефааф,</verse>
				<verse number="19">Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар,</verse>
				<verse number="20">Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф,</verse>
				<verse number="21">тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="22">вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="23">Рувим ывӑлӗсен ҫӗрӗн чикки Иордан шывӗ пулнӑ. Рувим ывӑлӗсене ӑрусерен пайласа панӑ еткерлӗх ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫавӑ пулнӑ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="24">Моисей ҫавӑн пекех Гад йӑхне, Гад ывӑлӗсене те ӑрусерен еткерлӗх ҫӗр пайласа панӑ:</verse>
				<verse number="25">вӗсенӗн еткерлӗхӗ Иазер, пӗтӗм Галаад хули, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫурри таран, Равва ҫывӑхӗнчи Ароера ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр,</verse>
				<verse number="26">Есевонран пуҫласа Рамаф-Мицфапа Ветонима ҫитиччен, Маханаимран пуҫласа Давир чикки таран выртакан ҫӗрсем пулнӑ,</verse>
				<verse number="27">тата айлӑмри Беф-Гарам, Беф-Нимра, Сокхоф тата Цафон хулисем — Сигон патшалӑхӗн, Есевон патшийӗн, юлашки ҫӗрӗ — Иордан шывӗпе чикӗллӗ, Иордан леш енче тухӑҫалла Хиннереф тинӗсӗ патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла вара Гад ывӑлӗсене ӑрусерен пайласа панӑ еткерлӗх ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫавӑ пулнӑ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="29">Моисей Манассиян ҫур йӑхне те еткерлӗх ҫӗр панӑ, ҫав ҫӗре Манассия ҫур йӑхӗн ӑрӑвӗсем тӑрӑх валеҫсе панӑ;</verse>
				<verse number="30">вӗсенӗн ҫӗрӗ Маханаимран пуҫласа пӗтӗм Васан — Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхӗ — Васанри мӗнпур Иаир хули, утмӑл хула, пулнӑ;</verse>
				<verse number="31">Галаад ҫӗрне ҫурри таран тата Астарофпа Едреи хулисене — Васан патшийӗн Огӑн тӗп хулисене — Манассия ывӑлӗ Махирӑн ывӑлӗсене, Махир ывӑлӗсен ҫур йӑхне ӑрусерен валеҫсе [панӑ].</verse>
				<verse number="32">Иордан леш енчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнчен тухӑҫалла, Моисей акӑ епле еткерлӗх ҫӗр уйӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="33">Левий йӑхне вара Моисей еткерлӗх ҫӗр паман: Турӑ каланӑ пек, вӗсенӗн еткерлӗхӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Хӑй пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус тата Израиль йӑхӗсенчи ӑру пуҫлӑхӗсем Израиль ывӑлӗсене Ханаан ҫӗрӗнче еткерлӗх ҫӗр акӑ епле уйӑрса панӑ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнӑ пек, ҫав ҫӗре вӗсем тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне шӑпа ярса валеҫнӗ,</verse>
				<verse number="3">ӗнтӗ икӗ йӑхпа [Манассиян] тепӗр ҫур йӑхне Моисей Иордан леш енчех еткерлӗх ҫӗр панӑ, левитсене вара вӗсем хушшинче еткерлӗх пай паман;</verse>
				<verse number="4">Иосиф ывӑлӗсенчен икӗ йӑх — Манассия йӑхӗпе Ефрем йӑхӗ — тухнӑ; левитсене ҫӗр пайне кӳртмен, вӗсене пурӑнма хуласем [анчах] панӑ, тата выльӑх-чӗрлӗх усрама, мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма хула таврашӗнче уй-хир панӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, ҫӗр валеҫнӗ чухне Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="6">Иуда ывӑлӗсем Галгала Иисус патне пынӑ. Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ;</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм:</verse>
				<verse number="8">манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм;</verse>
				<verse number="9">ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ;</verse>
				<verse number="10">акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре;</verse>
				<verse number="11">анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп;</verse>
				<verse number="12">эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иисус вара Халева — [Кенезей ҫыннине,] Иефонния ывӑлне — пилленӗ те ӑна Хеврон хулине еткерлӗхе панӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла вара, Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ [хушнӑ пек] тӗрӗс тунӑшӑн, Хеврон паян кунчченех Халев еткерӗ шутланать.</verse>
				<verse number="15">Ӗлӗк Хеврон хулине Кириаф-Арба тенӗ — Енак ывӑлӗсем хушшинчи пӗр аслӑ ҫынна ҫапла чӗннӗ пулнӑ. Ӗнтӗ вӑрҫӑ чарӑннӑ, самана лӑпланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Иуда ывӑлӗсен йӑхне, ӑрусеренӗн, акӑ ҫапла шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗ Идумейӑпа чикӗллӗ Син пушхирӗ еннелле, кӑнтӑралла тӑсӑлса, Феман вӗҫне тухнӑ;</verse>
				<verse number="2">кӑнтӑр енчи чикки Тӑварлӑ тинӗс хӗрринчен, кӑнтӑралла каякан тинӗс авринчен, пуҫланать те</verse>
				<verse number="3">кӑнтӑралла Акраввим тӳпемӗ енне тӑсӑлать, Цинран иртет, вара, кӑнтӑр енчен Кадес-Варни патнелле улӑхса, Хецрон витӗр тухать, Аддара ҫитиччен улӑхса [Кадесӑн анӑҫ енӗпе пырать,] Каркая еннелле пӑрӑнать,</verse>
				<verse number="4">унтан Ацмонран иртет, Египет юхӑм шывӗ патне ҫитет, ҫапла вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать. Ҫакӑ сирӗн кӑнтӑр енчи чикӗ пулать.</verse>
				<verse number="5">Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать;</verse>
				<verse number="6">ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать;</verse>
				<verse number="7">унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет;</verse>
				<verse number="8">унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать;</verse>
				<verse number="9">сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те;</verse>
				<verse number="10">вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать;</verse>
				<verse number="11">унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать. Анӑҫ чикки вара — Аслӑ тинӗс.</verse>
				<verse number="12">Иуда ывӑлӗсене ӑрусерен валеҫсе панӑ ҫӗрӗн чиккине пур енчен те кӑтартсассӑн ҫапла пулать вара.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Иисуса хушнӑ пек, [Иисус] ӗнтӗ Иефонния ывӑлне Халева та Иуда ывӑлӗсем хушшинче пай панӑ; [Иисус ӑна] Кириаф-Арба хулине, Енак ашшӗн хулине, [панӑ], вӑл хулана тепӗр тӗрлӗ Хеврон теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">[Иефонния ывӑлӗ] Халев ҫав хуларан Енакӑн виҫӗ ывӑлне: Шешая, Ахимана, Фалмая — Енак ачисене — хӑваласа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫав вырӑнтан [Халев] Давир халӑхне хирӗҫ кайнӑ [ӗлӗк Давир хулине Кириаф-Сефер тенӗ].</verse>
				<verse number="16">Халев каланӑ: кам Кириаф-Сефера туртса илсе йышӑнать, ҫавна хамӑн хӗрӗме Ахсана качча парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Хулине Гофониил — Халев тӑванӗн Кеназӑн [кӗҫӗн] ывӑлӗ — илнӗ, Халев ӑна хӑйӗн хӗрне Ахсана качча панӑ.</verse>
				<verse number="18">Ашшӗ килӗнчен тухса кайнӑ чухне ӑна ашшӗнчен хир ыйтма канаш панӑ, вара вӑл ашак ҫинчен аннӑ. Ашшӗ ӑна: мӗн кирлӗ сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Хӗрӗ каланӑ: мана пиллӗх пар; эсӗ мана кӑнтӑр енче ҫӗр патӑн, шыв та пар, тенӗ. Ашшӗ вара ӑна тури ҫӑлсемпе анатри ҫӑлсене панӑ.</verse>
				<verse number="20">Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ:</verse>
				<verse number="21">Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур,</verse>
				<verse number="22">Кина, Димона, Адада,</verse>
				<verse number="23">Кедес, Асор тата Ифнан,</verse>
				<verse number="24">Зиф, Телем тата Валоф,</verse>
				<verse number="25">Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор,</verse>
				<verse number="26">Амам, Шема тата Молада,</verse>
				<verse number="27">Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет,</verse>
				<verse number="28">Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,]</verse>
				<verse number="29">Ваала, Иим тата Ацем,</verse>
				<verse number="30">Елфолад, Кесил тата Хорма,</verse>
				<verse number="31">Циклаг, Мадмана тата Сансана,</verse>
				<verse number="32">Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="33">Тата айлӑм ҫӗрти хуласем: Ештаол, Цора тата Ашна,</verse>
				<verse number="34">Заноах, Ен-Ганним, Таппуах тата Гаенам,</verse>
				<verse number="35">Иармуф, Одоллам, [Немра,] Сохо тата Азека,</verse>
				<verse number="36">Шаараим, Адифаим, Гедера е Гедерофаим: вунтӑватӑ хулапа вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="37">Ценан, Хадаша, Мигдал-Гад,</verse>
				<verse number="38">Дилеан, Мицфе тата Иокфеил,</verse>
				<verse number="39">Лахис, Воцкаф тата Еглон,</verse>
				<verse number="40">Хаббон, Лахмас тата Хифлис,</verse>
				<verse number="41">Гедероф, Беф-Дагон, Наема тата Макед: вунултӑ хулапа вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="42">Ливна, Ефер тата Ашан,</verse>
				<verse number="43">Иффах, Ашна тата Нециф,</verse>
				<verse number="44">Кеила, Ахзив, Мареша [тата Эдом]: тӑхӑр хулапа вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="45">Екрон хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем,</verse>
				<verse number="46">Екронпа тинӗс хушшинчи, Азот таврашӗнчи пӗтӗм ял-хула,</verse>
				<verse number="47">Азот хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем, Газа хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем — Египет юхӑм шывӗпе чикӗ шутланакан Аслӑ тинӗс таранчченех.</verse>
				<verse number="48">Тата сӑртлӑхри хуласем: Шамир, Иаттир тата Сохо,</verse>
				<verse number="49">Данна, Кириаф-Санна, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Давир,</verse>
				<verse number="50">Анаф, Ештемо тата Аним,</verse>
				<verse number="51">Гошен, Холон тата Гило: вунпӗр хулапа вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="52">Арав, Дума тата Ешан,</verse>
				<verse number="53">Ианум, Беф-Таппуах тата Афека,</verse>
				<verse number="54">Хумта, Кириаф-Арба, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон, тата Цигор: тӑхӑр хулапа вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="55">Маон, Кармил, Зиф тата Юта,</verse>
				<verse number="56">Изреель, Иокдам тата Заноах,</verse>
				<verse number="57">Каин, Гива тата Фимна: вунӑ хулапа вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="58">Халхул, Беф-Цур тата Гедор,</verse>
				<verse number="59">Маараф, Беф-Аноф тата Елтекон: ултӑ хулапа вӗсен ялӗсем. [Феко, Ефрафа, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Вифлеем, Фагор, Етам, Кулон, Татами, Сорес, Карем, Галлим, Вефир тата Манохо: вунпӗр хулапа вӗсен ялӗсем.]</verse>
				<verse number="60">Кириаф-Ваал — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Кириаф-Иарим — тата Аравва: икӗ хулапа вӗсен ялӗсем, [хула таврашӗнчи ҫӗрсем].</verse>
				<verse number="61">Пушхирте: Беф-Арава, Миддин тата Секаха,</verse>
				<verse number="62">Нившан, Ир-Мелах тата Ен-Геди: ултӑ хулапа вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="63">Анчах Иуда ывӑлӗсем иевусейсене, Иерусалим ҫыннисене, хӑваласа ярайман, ҫавӑнпа иевусейсем паянхи кунчченех Иуда ывӑлӗсемпе пӗрле Иерусалимра пурӑнаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Унтан Иосиф ывӑлӗсене шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗн чикки, Иерихон тӗлӗнчи Иорданран пуҫласа, Иерихон шывӗнчен тухӑҫалла, Иерихон патӗнчен Вефиль тӑвӗ патнелле сарӑлса выртакан пушхирпе пырать;</verse>
				<verse number="2">чикӗ Вефильрен Луз патнелле каять, унтан, Арха чикки енне каҫса, Атарофа ҫитиччен тӑсӑлать,</verse>
				<verse number="3">тинӗс хӗррине, Иафлет чикки патне анать, Анатри Беф-Орон, Газер патне ҫитсе тинӗс хӗррине пырса тухать.</verse>
				<verse number="4">Ҫак ҫӗре ӗнтӗ Иосиф ывӑлӗсем — Манассияпа Ефрем — еткерлӗхе илнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ефрем ывӑлӗсене ӑрусерен валеҫсе панӑ ҫӗр чикки акӑ ҫапла пулнӑ: вӗсен ҫӗрӗн чикки тухӑҫри Атароф-Адартан тытӑнса Тури Беф-Орона [тата Газарӑна] ҫитиччен пырать;</verse>
				<verse number="6">унтан чикӗ Михмефафӑн ҫурҫӗр енӗпе тинӗс хӗррине анать те тухӑҫалла, Фаанаф-Силом еннелле пӑрӑнса, Ианохӑн тухӑҫ енӗпе каҫса каять;</verse>
				<verse number="7">Ианох патӗнчен Атарофпа Наараф еннелле анса Иерихон ҫумнех пырать, унтан Иордан хӗррине пырса тухать;</verse>
				<verse number="8">чикӗ Таппуахран тинӗс патнелле, Кана юхӑм шывӗ патнелле пырса, тинӗс хӗррине ҫитсе тухать. Ефрем ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен валеҫсе панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ ӗнтӗ,</verse>
				<verse number="9">ку вӑл — Ефрем ывӑлӗсене Манассия ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен уйӑрса панӑ хуласемпе вӗсен таврашӗнчи ялсем.</verse>
				<verse number="10">Анчах [Ефрем ывӑлӗсем] Газер хулинче пурӑннӑ ханаансене хӑваласа яман, ҫавӑнпа ханаансем Ефрем ывӑлӗсем хушшинче паян кунчченех хырҫӑ тӳлесе пурӑннӑ. [Кайран-кайран фараон, Египет патши, ҫитнӗ те хулана туртса илсе ҫунтарса янӑ, ханаансене, ферезейсене, Газер ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ; ҫав хулана вара фараон хӑй хӗрне хулӑн тупри вырӑнне панӑ.]</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Иосифӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑран шӑпа Манассия йӑхне тухнӑ. Махира — Манассиян малтанхи ывӑлне, Галаад ашшӗне, — вӑрҫӑра паттӑр пулнӑскере, Галаадпа Васан тивнӗ.</verse>
				<verse number="2">Манассиян ытти ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене те — Авиезер ывӑлӗсене, Хелек ывӑлӗсене, Асриил ывӑлӗсене, Шехем ывӑлӗсене, Хефер ывӑлӗсене, Шемида ывӑлӗсене — пурне те еткер ҫӗр уйӑрса панӑ. Иосиф ывӑлӗ Манассия йӑхӗнчи арҫынсем ҫавсем ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="3">Салпаадӑн вара — вӑл Хефер ывӑлӗ пулнӑ, Хефер — Галаад ывӑлӗ, Галаад — Махир ывӑлӗ, Махир вара Манассия ывӑлӗ пулнӑ — ывӑл ача пулман, хӗрачасем [ҫеҫ] пулнӑ. Акӑ унӑн хӗрӗсен ячӗсем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца.</verse>
				<verse number="4">Ҫавсем ӗнтӗ Елеазар священник, Нав ывӑлӗ Иисус тата пуҫлӑхсем патне пынӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее пире те тӑванӑмӑрсем хушшинче ҫӗр пама хушнӑ, тенӗ. Вара, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӗсене ашшӗн тӑванӗсем хушшинче ҫӗр уйӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="5">Манассияна ҫапла, Иордан леш енчи Галаадпа Васансӑр пуҫне, тата вунӑ пай ҫӗр тивнӗ,</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн тесессӗн Манассия [ывӑлӗсен] хӗрӗсем арҫынсемпе тан ҫӗр илнӗ, унсӑр пуҫне Манассия ывӑлӗсене Галаад та тивнӗ.</verse>
				<verse number="7">Манассия [ывӑлӗсен] ҫӗр чикки Асир патӗнчен пуҫласа Сихем тӗлӗнчи Михмефаф еннелле пырать; унтан чикӗ сылтӑмалла, Ен-Таппуах ҫыннисем пурӑнакан вырӑналла, каять.</verse>
				<verse number="8">Таппуах ҫӗрӗ — Манассияна, Манассия ҫӗрӗ чиккинчи Таппуах хули вара Ефрем ывӑлӗсене тивнӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав вырӑнтан чикӗ Кана юхӑм шывӗ патнелле кӑнтӑр енӗпеле анать. Ҫав хуласем, Манассия хулисем хушшинче пулсассӑн та, Ефрем йӑхне тивнӗ. Манассия ҫӗрӗн чикки юхӑм шывран ҫурҫӗрелле кайса тинӗс хӗррине пырса тухать.</verse>
				<verse number="10">Кӑнтӑр енчи ҫӗр Ефрема пулнӑ, ҫурҫӗр енчи Манассияна пулнӑ; тинӗс вӗсем хушшинчи чикӗ шутланнӑ; ҫурҫӗр енчен вӗсем Асирпа, тухӑҫ енчен Иссахарпа чикӗллӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Иссахарпа Асир хушшинчи ҫӗр Манассияна тивнӗ, унта Беф-Сан хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Ивлеам хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Дор ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Ен-Дор ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Фаанах ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Мегиддон ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Нафеф ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ [тата ун таврашӗнчи ялсем] пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Манассия ывӑлӗсем ҫав хуласенче пурӑнакансене хӑваласа яма пултарайман, вара ханаансем ҫав ҫӗртех пурӑнма юлнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӑй илсе ҫитсессӗн, Израиль ывӑлӗсем ханаансене пӑхӑнтарса куланай тӳлеттерме тытӑннӑ, анчах хӑваласа ярасса вӗсене ҫапах хӑваласа яман.</verse>
				<verse number="14">Иосиф ывӑлӗсем Иисуса каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленипе пирӗн йыш питӗ пысӑк, эппин, мӗншӗн-ха эсӗ пире пӗр шӑпа, пӗр пай анчах уйӑрса патӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Иисус вӗсене каланӑ: ытах та эсир йышлӑ пулсассӑн, Ефрем тӑвӗ сирӗншӗн хӗсӗк пулсассӑн, вӑрманлӑха кайӑр та ферезейсемпе рефаимсен [ҫӗрне] тасатса вырӑнаҫӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иосиф ывӑлӗсем каланӑ: Ефрем тӑвӗ пирӗн алӑра тытӑнса тӑрас ҫук, мӗншӗн тесессӗн айлӑмра пурӑнакан ханаансем те, Беф-Санпа ӑна пӑхӑнса тӑракан ҫӗрсенче пурӑнакансем те, Изреель айлӑмӗнче пурӑнакансем те ҫар урапийӗсене тимӗртенех тунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара Иисус Иосиф килне — Ефремпа Манассияна — каланӑ: эсӗ — йышлӑ халӑх, вӑй-хӑвату та пысӑк; сана пӗр пай анчах пулмӗ:</verse>
				<verse number="18">сӑртлӑх та, ҫак вӑрманлӑх та сана пулӗ; вӑрманне тасатӑн та — вӑл ӗмӗрлӗхе сана пулӗ; ҫар урапийӗсем тимӗр пулин те, эсӗ ханаансене хӑваласа ярӑн, вӗсем тем тӗрлӗ вӑйлӑ пулсан та, [эсӗ вӗсене ҫӗнтерӗн], тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Пӗтӗм Израиль халӑхӗ Силома пухӑннӑ та унта пӗрле пуҫтарӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫавӑнти ҫӗр ӗнтӗ вӗсен аллинче пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсенӗн ҫичӗ йӑхӗ хӑйсене тивӗҫлӗ ҫӗрне илмен пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="3">Иисус Израиль ывӑлӗсене каланӑ: эсир тата нумайччен вӑрахлатӑр-и? Хӑвӑра аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри панӑ ҫӗрӗре мӗншӗн халиччен те еткерлӗхе илместӗр? тенӗ;</verse>
				<verse number="4">йӑхсерен виҫшер ҫын суйласа парӑр; эпӗ вӗсене ҫӗр пӑхма ярам, вӗсем кайччӑр, ҫӗре пӑхса тухчӑр, ӑна епле валеҫмеллине татса парса ман патӑма пыччӑр;</verse>
				<verse number="5">ҫӗре ҫичӗ пая уйӑрччӑр; Иуда хӑй ҫӗрӗ ҫинче кӑнтӑр енче юлтӑр, Иосиф килӗ вара хӑй ҫӗрӗ ҫинче ҫурҫӗр енче юлтӑр;</verse>
				<verse number="6">эсир вара юлнӑ ҫӗре ҫичӗ пая палӑртса ӳкерӗр те мӗн ӳкернине ман патӑма илсе килӗр: эпӗ сире ҫакӑнта Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче шӑпа кӑларса парӑп;</verse>
				<verse number="7">левитсем валли сирӗн хушшӑрта пай ҫук, вӗсенӗн пайӗ — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрасси; Гад йӑхӗпе Рувим йӑхӗ тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсене Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иорданран тухӑҫалла панӑ ҫӗре илнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫыннисем вара ҫӗр пӑхма тухса кайнӑ. Иисус вӗсене ҫапла хушса янӑ: кайӑр, ҫав ҫӗре йӗри-таврипех пӑхса тухӑр та ӑна тӗплӗн ӳкерсе-палӑртса ман патӑма таврӑнӑр; эпӗ вара кунта, Силомра, Ҫӳлхуҫа умӗнче сире шӑпа кӑларса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Лешӗсем ӗнтӗ [пӗтӗм ҫӗре пӑхса тухнӑ,] пӗтӗм ялне-хулине шута илсе ҫӗре ҫичӗ пая пайласа ҫырса тухнӑ, вара Иисус патне тапӑра, Силом хулине, таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Силомра Иисус, Ҫӳлхуҫа умӗнче шӑпа ярса, ҫӗре Израиль ывӑлӗсене пайӑн-пайӑн валеҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="11">[Малтанхи] шӑпа Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ. Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ;</verse>
				<verse number="12">ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать;</verse>
				<verse number="13">унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать;</verse>
				<verse number="14">унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать. Ку ӗнтӗ — анӑҫ енӗ.</verse>
				<verse number="15">Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет;</verse>
				<verse number="16">унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять;</verse>
				<verse number="17">вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать;</verse>
				<verse number="18">унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать;</verse>
				<verse number="19">кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать. Ку ӗнтӗ — кӑнтӑр чикки. Иордан вара тухӑҫ енчи чикӗ пулать.</verse>
				<verse number="20">Вениамин ывӑлӗсене ӑрусерен уйӑрса панӑ ҫӗрӗн чиккине пур енчен те кӑтартсассӑн ҫапла пулнӑ вара.</verse>
				<verse number="21">Вениамин ывӑлӗсене ӑрусерен уйӑрса панӑ хуласем ҫакӑ пулнӑ: Иерихон, Беф-Хогла тата Емек-Кециц,</verse>
				<verse number="22">Беф-Арава, Цемараим тата Вефиль,</verse>
				<verse number="23">Аввим, Фара тата Офра,</verse>
				<verse number="24">Кефар-Аммонай, Афни тата Гева: вуникӗ хулапа вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="25">Гаваон, Рама тата Бероф,</verse>
				<verse number="26">Мицфе, Кефира тата Моца,</verse>
				<verse number="27">Рекем, Ирфеил тата Фарала,</verse>
				<verse number="28">Цела, Елеф, Иевус, урӑхла каласан Иерусалим, Гивеаф тата Кириаф: вунтӑватӑ хулапа вӗсенӗн ялӗсем. Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Иккӗмӗш шӑпи Симеона, Симеон йӑхӗн ӑрӑвӗсене, тухнӑ; вӗсен ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсене ак ҫакӑ хуласем тивнӗ: Вирсавия е Шева, Молада,</verse>
				<verse number="3">Хацар-Шуал, Вала тата Ацем,</verse>
				<verse number="4">Елтолад, Вефул тата Хорма,</verse>
				<verse number="5">Циклаг, Беф-Маркавоф тата Хацар-Суса,</verse>
				<verse number="6">Беф-Леваоф тата Шарухен: пурӗ — вунвиҫӗ хула тата вӗсенӗн ялӗсем.</verse>
				<verse number="7">Аин, Риммон, Ефер тата Ашан: тӑватӑ хулапа вӗсенӗн ялӗсем,</verse>
				<verse number="8">тата ҫав хуласем таврашӗнчи мӗнпур ял — Ваалаф-Беер, е кӑнтӑр Рама, таранах. Симеон ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӗрне вара Симеон ывӑлӗсен [йӑхне] Иуда ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен уйӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Иуда ывӑлӗсенӗн пайӗ вӗсемшӗн ытлашшипех пысӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та Симеон ывӑлӗсем вӗсенӗн ҫӗрӗ хушшинче ҫӗр илнӗ.</verse>
				<verse number="10">Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ;</verse>
				<verse number="11">вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет;</verse>
				<verse number="12">Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать;</verse>
				<verse number="13">кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять;</verse>
				<verse number="14">вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать;</verse>
				<verse number="15">вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="16">Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Тӑваттӑмӗш шӑпи Иссахара, Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене, тухнӑ;</verse>
				<verse number="18">вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Изреель, Кесуллоф тата Сунем,</verse>
				<verse number="19">Хафараим, Шион тата Анахараф,</verse>
				<verse number="20">Раввиф, Кишион тата Авец,</verse>
				<verse number="21">Ремеф, Ен-Ганним, Ен-Хадда тата Беф-Пацец;</verse>
				<verse number="22">вӗсен ҫӗрӗн чикки Фавор, Шагацима тата Вефсамис патӗнчен иртсе Иордан патне ҫитсе тухать: пурӗ — вунултӑ хула тата вӗсен ялӗсем.</verse>
				<verse number="23">Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр, вӗсен хулисемпе ялӗсем ҫакӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Пиллӗкӗмӗш шӑпи Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене тухнӑ;</verse>
				<verse number="25">вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф,</verse>
				<verse number="26">Аламелех, Амад тата Мишал; вӗсен ҫӗрӗн чикки анӑҫ енче Кармил патне, Шихор-Ливнаф патне ҫитет;</verse>
				<verse number="27">тепӗр еннелле — хӗвел тухӑҫӗ еннелле — Беф-Дагон патне ҫитет, ҫурҫӗр енчен Завулон ҫӗрӗпе Ифтах-Ел айлӑмӗ ҫумнех пырать, [Асафа чиккине ҫитет,] Беф-Емек патӗнчен, Неиел патӗнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.</verse>
				<verse number="28">Вӗсен ҫӗрне Еврон, Рехов, Хаммон, Кана хулисем кӗреҫҫӗ. Чикӗ аслӑ Сидон патне ҫитсе</verse>
				<verse number="29">Рама енне пӑрӑнать те тӗреклӗлетнӗ Тир хулине ҫитет, Хосса еннелле пӑрӑнса кӗрсе тинӗс хӗррине пырса тухать. Вӗсен ҫӗрне Махалев, Ахзив,</verse>
				<verse number="30">Акко, Афек, Рехов хулисем кӗреҫҫӗ: пурӗ — ҫирӗм икӗ хула тата вӗсенӗн ялӗсем.</verse>
				<verse number="31">Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.</verse>
				<verse number="32">Улттӑмӗш шӑпи Неффалим ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ;</verse>
				<verse number="33">вӗсен ҫӗрӗн чикки Хелеф патӗнчен [тата] Цананнимри юманлӑх патӗнчен Адами-Некев енне, Иавнеил енне каять, Лаккум патне ҫитет, Иордан хӗррине ҫитсе тухать;</verse>
				<verse number="34">ку тӗлтен чикӗ анӑҫ енне ҫаврӑнса Азноф-Фавор енне каять, унтан Хуккок патнелле кайса кӑнтӑр енчен Завулон ҫӗрӗн чиккине пырса тухать, анӑҫ енчен Асир ҫӗрӗ патне тухать, тухӑҫ енчен Иордан хӗррине Иуда чиккине ҫитет.</verse>
				<verse number="35">Вӗсенӗн тӗреклӗлетнӗ хулисем: Циддим, Цер, Хамаф, Раккаф тата Хиннереф,</verse>
				<verse number="36">Адама, Рама тата Асор,</verse>
				<verse number="37">Кедес, Едрея тата Ен-Гацор,</verse>
				<verse number="38">Иреон, Мигдал-Ел, Хорем, Беф-Анаф тата Вефсамис: пурӗ — вунтӑхӑр хула тата вӗсенӗн ялӗсем.</verse>
				<verse number="39">Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.</verse>
				<verse number="40">Дан ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене ҫиччӗмӗш шӑпа тухнӑ;</verse>
				<verse number="41">вӗсен ҫӗрне ҫак хуласем кӗнӗ: Цора, Ештаол тата Ир-Шемеш,</verse>
				<verse number="42">Шаалаввин, Аиалон тата Ифла,</verse>
				<verse number="43">Елон, Фимнафа тата Екрон,</verse>
				<verse number="44">Елтеке, Гиввефон тата Ваалаф,</verse>
				<verse number="45">Игуд, Бене-Верак тата Гаф-Риммон,</verse>
				<verse number="46">Ме-Иаркон, Ракон тата Иоппи ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем. Дан ывӑлӗсемшӗн ҫак ҫӗр ҫителӗксӗр пулнӑ.</verse>
				<verse number="47">Ҫавӑнпа Дан ывӑлӗсем Ласем ҫине вӑрҫӑпа кайнӑ, ӑна туртса илсе хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ, ӑна еткерлӗхе илсе унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ, Ласема хӑйсенӗн тӗп ашшӗ ячӗпе Дан теме тытӑннӑ, [аморрейсем Еломпа Саламин хулисенчех пурӑнма юлнӑ, анчах вӗсене Ефрем ывӑлӗсем пӑхӑнтарнӑ та хырҫӑ тӳлеттере пуҫланӑ.]</verse>
				<verse number="48">Дан ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ. [Дан ывӑлӗсем аморрейсене пӗтермен те, лешӗсем вӗсене ту ҫинче хӗссе пурӑннӑ, тӳрем ҫӗре анма та паман, кайран хӑйсен ҫӗрне каялла туртса илнӗ.]</verse>
				<verse number="49">Ҫапла пӗтӗм ҫӗре пайӑн-пайӑн валеҫсе пӗтерсессӗн, Израиль ывӑлӗсем Нав ывӑлне Иисуса хӑйсен ҫӗрӗсем хушшинче еткер ҫӗр уйӑрса панӑ:</verse>
				<verse number="50">Ҫӳлхуҫа хушнипе ӑна Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине — хӑй ыйтнӑ хулана — панӑ; вӑл вара ҫавӑнта хула туса вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="51">Елеазар священник, Нав ывӑлӗ Иисус тата ӑрусен пуҫлӑхӗсем, шӑпа ярса, Силом хулинчи пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче, Израиль ывӑлӗсен йӑхӗсене валеҫсе панӑ еткер ҫӗрсем ҫакӑ ӗнтӗ. Ҫапла ҫӗр валеҫес ӗҫе вӗҫленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Иисуса ҫапла тесе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ сире Моисей урлӑ хушнӑ пек, хӑвӑр валли хӳтлӗх пулмалли хуласем суйласа илӗр —</verse>
				<verse number="3">ҫынна йӑнӑшпа, ӑнсӑртран вӗлернӗ этем ҫавӑнта тарма пултартӑр; [ҫын вӗлерекене халӑх умне сута тӑратиччен] ан вӗлерччӗр тесе, [ҫав хуласем] юншӑн тавӑраканран тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хуласем пулччӑр.</verse>
				<verse number="4">Кам та кам ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳксессӗн, вӑл хула хапхи умне тӑтӑр та хулан аслӑ ҫыннисене хӑй ӗҫне каласа кӑтарттӑр; лешӗсем вара ӑна хӑйсен хулине кӗртӗҫ те пурӑнма вырӑн парӗҫ;</verse>
				<verse number="5">юншӑн тавӑрас теекенӗ ун хыҫҫӑн хӑваласа пырсассӑн, вӗсенӗн ӑна унӑн аллине памалла мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ятарласа вӗлермен, вӑл ӗнер те, виҫӗмкун та ӑна курайман ҫын пулман;</verse>
				<verse number="6">вӑл ӗнтӗ халӑх умне сута тӑриччен, ҫавӑн чухнехи аслӑ священник виличчен ҫав хулара пурӑнтӑр. Кайран вара ҫынвӗлерен хӑйӗн хулине, хӑйӗн килне, хӑй ӑҫтан тарса пынӑ, ҫав хулана таврӑнтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ;</verse>
				<verse number="8">тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине;</verse>
				<verse number="9">ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Левий йӑхӗнчи ӑру пуҫлӑхӗсем Ханаан ҫӗрӗнчи Силом хулине Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус патне, Израиль йӑхӗнчи ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ вӗсене: Моисей урлӑ Ҫӳлхуҫа пире пурӑнма хуласем, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме хуласем таврашӗнче ҫӗр пуссисем пама хушнӑччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Вара, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Израиль ывӑлӗсем левитсене хӑйсенӗн еткер ҫӗрӗнчен хуласемпе вӗсен таврашӗнчи уй-хирсене уйӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="4">Малтан Кааф ӑрӑвӗсене шӑпа тухнӑ; Аарон священник ывӑлӗсене, левитсене, шӑпа тӑрӑх, Иуда йӑхӗнчен, Симеон йӑхӗнчен тата Вениамин йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула тивнӗ;</verse>
				<verse number="5">Каафӑн ытти ывӑлӗсене вара Ефрем йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Дан йӑхӗнчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунӑ хула тивнӗ;</verse>
				<verse number="6">Гирсон ывӑлӗсене Иссахар йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Манассиян Васанри тепӗр ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунвиҫӗ хула тивнӗ;</verse>
				<verse number="7">Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ хула.</verse>
				<verse number="8">Турӑ Моисей урлӑ хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсем ҫак хуласемпе вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене, шӑпа тӑрӑх, левитсене уйӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="9">Кунта Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен [тата Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен] уйӑрса панӑ хуласен ятне асӑннӑ:</verse>
				<verse number="10">Левий йӑхӗнчи Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсене [вӗсене пӗрремӗш шӑпа тухнӑран]</verse>
				<verse number="11">Иуда тӑвӗ ҫинче ларакан Кириаф-Арба хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ; вӑл Енак ашшӗн хули пулнӑ, тепӗр тӗрлӗ ӑна Хеврон тенӗ;</verse>
				<verse number="12">ҫав хулан хирӗсемпе ялӗсене вара Халева — Иефонния ывӑлне — еткерлӗхе панӑ.</verse>
				<verse number="13">Аарон священник ывӑлӗсене — ҫын вӗлерекен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Хевронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Ливнӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="14">Иаттирпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ештемопа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="15">Холонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Давирпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="16">Аинпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Юттапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Шемешпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: ҫав икӗ йӑхран тӑхӑр хула панӑ;</verse>
				<verse number="17">Вениамин йӑхӗнчен вара Гаваонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гевӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="18">Анафофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Алмонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула.</verse>
				<verse number="19">Аарон ывӑлӗсене, священниксене, мӗнпурӗ вунвиҫӗ хулапа вӗсенӗн таврашӗнчи ҫӗрсем тивнӗ.</verse>
				<verse number="20">Кааф йӑхӗнчен тухнӑ ытти левитсене вара, шӑпа тӑрӑх, Ефрем йӑхӗн хулисем тивнӗ;</verse>
				<verse number="21">вӗсене — ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Сихемпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Гезерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="22">Кивцаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула;</verse>
				<verse number="23">Дан йӑхӗнчен: Елфекепе ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гиввефонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="24">Аиалонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула;</verse>
				<verse number="25">Манассиян ҫур йӑхӗнчен: Фаанахпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: икӗ хула.</verse>
				<verse number="26">Кааф ывӑлӗсенӗн ытти ӑрӑвӗсене хула таврашӗнчи ҫӗрсемпе пӗрле пурӗ вунӑ хула тивнӗ.</verse>
				<verse number="27">Гирсон ывӑлӗсене вара, левитсене, ҫак хуласене панӑ: Манассиян ҫур йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Васанри Голанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Беештерапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: икӗ хула;</verse>
				<verse number="28">Иссахар йӑхӗнчен: Кишионпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Даврафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="29">Иармуфпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ен-Ганнимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула;</verse>
				<verse number="30">Асир йӑхӗнчен: Мишалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Авдонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="31">Хелкафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Реховпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула;</verse>
				<verse number="32">Неффалим йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Хамоф-Дорпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: виҫӗ хула.</verse>
				<verse number="33">Ҫапла Гирсон ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене хула таврашӗнчи ҫӗрсемпе пӗрле пурӗ вунвиҫӗ хула тивнӗ.</verse>
				<verse number="34">Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене, ытти левитсене, ҫак хуласене панӑ: Завулон йӑхӗнчен: Иокнеампа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="35">Димнапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Нагалалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула;</verse>
				<verse number="36">[Иордан леш енче, Иерихон тӗлӗнче] Рувим йӑхӗнчен: [ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Мисор пушхирӗнчи] Бецер хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Иаацӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="37">Кедемофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Мефаафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула;</verse>
				<verse number="38">Гад йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галаадри Рамофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Маханаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,</verse>
				<verse number="39">Есевонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Иазерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: пурӗ тӑватӑ хула.</verse>
				<verse number="40">Мерари ывӑлӗсене, левитсен ытти ӑрӑвӗсене, шӑпа тӑрӑх, пурӗ вуникӗ хула тивнӗ.</verse>
				<verse number="41">Ҫапла вара Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗсем хушшинче левитсене пӗтӗмпе хӗрӗх сакӑр хула уйӑрса панӑ, хулисене таврари ҫӗрӗ-мӗнӗпех панӑ.</verse>
				<verse number="42">Ҫав хуласем ҫумӗнче кашни хули ҫумӗнчех йӗри-таврипех ҫӗрсем пулнӑ: пур хулара та ҫавӑн пек пулнӑ. [Иисус ҫапла пӗтӗм ҫӗре йӑхсерен уйӑрса тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Иисуса хӑйне пай кӑларса панӑ, ӑна вӗсем хӑй ыйтнӑ хулана — Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фимнаф-Сара хулине — панӑ, ҫапла Иисус хӑй ыйтнӑ хулана илсе юсаса лартнӑ та унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. Израиль ывӑлӗсем пушхирте ҫӳренӗ чухне ҫул ҫинче ҫуралнисене ӳт кастарман пулнӑ, кайран Иисус ӑна туса ҫитернӗ; ӗнтӗ ӳт каснӑ чул ҫӗҫӗсене вӑл Фимнаф-Сара хулине пуҫтарса хунӑ.]</verse>
				<verse number="43">Ҫапла Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ашшӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре пӗтӗмпех Израиль халӑхне панӑ, вара вӗсем ӑна еткерлӗхе илсе унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="44">Вӗсенӗн ашшӗсене тупа тунӑ пек, Ҫӳлхуҫа вӗсене пур енчен те тӑнӑҫлӑх панӑ, вӗсен тӑшманӗсенчен пӗри те вӗсене хирӗҫ тӑрайман; вӗсен тӑшманӗсене пурне те Ҫӳлхуҫа вӗсен аллине ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="45">Ҫӳлхуҫа Израиль килне каланӑ ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлман; пурте пурӑнӑҫланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ:</verse>
				<verse number="2">эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр;</verse>
				<verse number="3">эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр:</verse>
				<verse number="4">халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр;</verse>
				<verse number="5">анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Иисус вӗсене пиллӗх панӑ та, вӗсем чатӑрӗсене таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Манассиян ҫур йӑхне Моисей еткер ҫӗр Васанра панӑ, тепӗр ҫур йӑхне еткер ҫӗр Иисус Иордан шывӗн ку енне, анӑҫ еннелле, ытти тӑванӗсемпе пӗрле панӑ. Килӗсене кӑларса ярас умӗн Иисус вӗсене пиллӗх парса</verse>
				<verse number="8">ҫапла каланӑ: эсир килӗрсене шутсӑр нумай пурлӑх илсе таврӑнатӑр, сирӗн темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх, кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, темӗн чухлӗ тумтир; тӑшманӑрсенчен туртса илнӗ тупӑша тӑванӑрсемпе пайлӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, Манассиян ҫур йӑхӗ ытти Израиль халӑхӗпе сывпуллашса, Ханаан ҫӗрӗнчи Силом хулинчен тухса кайса, Галаад ҫӗрне, Турӑ Моисее хушнипе илнӗ хӑйсен еткерлӗх ҫӗрне, таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Ханаан ҫӗрӗнчи Иордан хутлӑхне ҫитсессӗн ҫавӑнта, Иордан хӗрринче, парне вырӑнӗ туса лартнӑ; ҫав парне вырӑнӗ питӗ пысӑк пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Израиль ывӑлӗсем вара: акӑ Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Ханаан ҫӗрӗнче, Иордан хутлӑхӗнче, Израиль ывӑлӗсемпе тӗлме-тӗлех парне вырӑнӗ туса лартрӗҫ тенине илтнӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавна илтсессӗн Израиль ывӑлӗсем вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа каяс тесе пурте Силома пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Анчах та Израиль ывӑлӗсем малтан Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ патне Галаад ҫӗрне Финееса — Елеазар священник ывӑлне — янӑ,</verse>
				<verse number="14">унпа пӗрле вунӑ пуҫлӑх, Израиль халӑхӗн кашни йӑхӗнчен пӗрер пуҫлӑх, кайнӑ; вӗсем кашнийӗ ӑру пуҫлӑхӗ, пинпӳ пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ патне Галаад ҫӗрне ҫитнӗ те ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="16">пӗтӗм Ҫӳлхуҫа халӑхӗ ҫапла калать: халӗ Ҫӳлхуҫаран [Израиль Турринчен] пӑрӑнса, хӑвӑр валли парне вырӑнӗ лартса, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑрса эсир Израилӗн [Ҫӳлхуҫа] Турри умӗнче мӗнле усал ӗҫ туса хутӑр? тет.</verse>
				<verse number="17">Фегора пула тунӑ ирсӗр ӗҫ сирӗншӗн сахал-им? Ҫав ҫылӑхран эпир халиччен те тасалса ҫитейместпӗр, Ҫӳлхуҫа халӑхӗ ҫавӑншӑн хӗн тӳсмерӗ-им?</verse>
				<verse number="18">Эсир вара паян Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнатӑр! Паян эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратӑр, ыран вара [Ҫӳлхуҫа] Израилӗн пӗтӗм халӑхне ҫилленӗ;</verse>
				<verse number="19">ытах та сире хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗр таса мар пек туйӑнать пулсассӑн, эсир Ҫӳлхуҫа ҫӗрне, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ларакан ҫӗре, куҫӑр та пирӗн хушшӑмӑрта еткер ҫӗр илӗр, анчах Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ туса, эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, пире хирӗҫ те ан тӑрӑр;</verse>
				<verse number="20">Зара ывӑлӗ Ахан тупаланӑ япалана илсе, пӗр-пӗчченех усал ӗҫ тумарӗ-и? ҫилӗ вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫине ӳкмерӗ-и? йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вӑл хӑй пӗччен кӑна пӗтмерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Израиль халӑхӗн пин ҫын пуҫлӑхӗсене ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="22">турӑсенӗн Турри Ҫӳлхуҫа, турӑсенӗн Турри Ҫӳлхуҫа Хӑй пӗлсе тӑрать, Израиль те пӗлтӗр! Эхер те эпир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратпӑр, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнатпӑр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа пире паянах тӗп тутӑр!</verse>
				<verse number="23">Эхер те эпир ҫак парне вырӑнне Ҫӳлхуҫаран [хамӑр Туррӑмӑртан] пӑрӑнас тесе тунӑ пулсассӑн, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, тырӑ-пулӑ парни, тӑнӑҫлӑх парни кӳрес тесе тунӑ пулсассӑн, пире Ҫӳлхуҫа Хӑй айӑплатӑр!</verse>
				<verse number="24">Эпир ҫак парне вырӑнне шикленнипе турӑмӑр, каярахпа сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене: «Сирӗн Израиль Турри ҫумӗнче мӗн ӗҫ пур!</verse>
				<verse number="25">Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑра Ҫӳлхуҫа Иордан шывне чикӗ туса хунӑ, сире Ҫӳлхуҫаран пай ҫук» теесрен шикленсе турӑмӑр. Апла сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма ирӗк паман пулӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа эпир хамӑр валли парне вырӑнӗ туса лартас терӗмӗр — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме мар, ытти парне валли те мар,</verse>
				<verse number="27">ҫак парне вырӑнӗ пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑрти, пирӗнпе сирӗнтен юлакан ӑрусем хушшинчи кӳнтелен пултӑр: Ҫӳлхуҫана эпир те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем те, ытти парнесем те, тав парнисем те кӳме пултарнине пӗлтерсе тӑтӑр, кайран сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене: «Сире Турӑран пай ҫук» тесе ан калайччӑр терӗмӗр.</verse>
				<verse number="28">Эпир ҫапла шутларӑмӑр: эхер те пире, пирӗн ӑрусене кайран ҫапла калас пулсассӑн, эпир калӑпӑр: Ҫӳлхуҫа парни вырӑнӗ евӗрлӗскерне куратӑр-и — ӑна пирӗн аттемӗрсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме мар, ытти парне кӳме те мар, вӑл пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑрта [тата пирӗн ывӑлӑмӑрсем хушшинче] кӳнтелен пултӑр тесе тунӑ тейӗпӗр, терӗмӗр.</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑрасси, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнасси, хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчи парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ тӑвасси, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне, тырӑ-пулӑ парни, ытти парне кӳресси пирӗнтен ан пултӑр вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, Манассиян ҫур йӑхӗ ҫапла каланине илтсессӗн, ҫак сӑмахсене пурте — Финеес священник та, унпа пӗрле пынӑ халӑх пуҫлӑхӗсемпе пинпӳсем те — ырланӑ.</verse>
				<verse number="31">Вара Финеес — Елеазар ывӑлӗ, священник — Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсене тата Манассия ывӑлӗсене каланӑ: паян ӗнтӗ эпир пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа тӑнине, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ун пек йӗркесӗр ӗҫ туманнине куртӑмӑр; эсир халӗ Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитесрен хӑтартӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Унтан вара Елеазар ывӑлӗ Финеес священникпа пуҫлӑхсем Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем [тата Манассиян ҫур йӑхӗ] патӗнчен Ханаан ҫӗрне Израиль ывӑлӗсем патне таврӑннӑ та хӑйсене мӗн каланине каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="33">Израиль ывӑлӗсем ӑна ырланӑ, вара Израиль ывӑлӗсем Турра тав тунӑ, Рувим ывӑлӗсене, Гад ывӑлӗсене [тата Манассиян ҫур йӑхне] хирӗҫ вӑрҫӑпа кайса вӗсем пурӑнакан ҫӗре аркатас тенӗ шухӑша пӑрахӑҫланӑ.</verse>
				<verse number="34">Парне вырӑнне вара Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем [тата Манассиян ҫур йӑхӗ] Ед тесе ят панӑ, вӗсем: мӗншӗн тесессӗн вӑл — пирӗн хушшӑмӑрти кӳнтелен, вӑл Ҫӳлхуҫа пирӗн Туррӑмӑр иккенне астутарса тӑрать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Израиль халӑхне пӗтӗм таврари тӑшманӗсенчен хӳтӗлесе тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ панӑранпа нумай вӑхӑт иртсессӗн, Иисус ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ, сӗм ватлӑх патне ҫитсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вара Иисус мӗнпур Израиль [ывӑлне], аслӑ ҫыннисене, пуҫлӑхӗсене, тӳрисене, халӑха пӑхса тӑракансене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эпӗ ватӑлтӑм ӗнтӗ, сӗм ватлӑха ҫитрӗм.</verse>
				<verse number="3">Эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫак халӑхсене пурне те хӑвӑр куҫӑр умӗнче мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех куртӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗншӗн Хӑй ҫапӑҫрӗ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ эпӗ ҫакӑнта юлнӑ халӑхсен ҫӗрне те, хам ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пур халӑхсен ҫӗрне те — Иорданран пуҫласа хӗвеланӑҫ еннелле Аслӑ тинӗс хӗррине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗре — сире, шӑпа тӑрӑх, еткерлӗхе валеҫсе патӑм.</verse>
				<verse number="5">Кунта юлнисене сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа Туррӑр Хӑй хӑваласа ярӗ, [мӗн вӗлеричченех хӳтерӗ; вӗсене, вӗсенӗн патшисене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкмашкӑн вӗсем ҫине тискер кайӑксем ярӗ], Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пек, эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илччӗр тесе, вӗсене сирӗн умӑрта пӗтерсе тӑкӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Моисей саккунӗн кӗнекинче мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс те тимлӗ туса тӑрӑр, унран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсемпе ан хутшӑнӑр, вӗсен туррисен ячӗсене ан асӑнӑр, [вӗсен ячӗпе] тупа ан тӑвӑр, вӗсемшӗн ан ӗҫлӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр,</verse>
				<verse number="8">ку таранччен пурӑннӑ пек, ӳлӗмрен те Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫумне ҫыпҫӑнса пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа сирӗн патӑртан аслӑ та вӑйлӑ халӑхсене хӑваласа ячӗ, паян кунччен сирӗн умӑрта никам та тӳссе тӑраймарӗ;</verse>
				<verse number="10">сирӗнтен пӗри пин ҫынна хӑвалать, мӗншӗн тесессӗн, хӑвӑра каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗншӗн Хӑй ҫапӑҫать.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Туррӑра пӗтӗм чун-чӗререн юратма тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="12">Эхер те эсир, Унран пӑрӑнса хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсене иленсессӗн, вӗсемпе хурӑнташланса кайса пӗр-пӗрин патне ҫӳреме тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="13">пӗлсех тӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫав халӑхсене сирӗн патӑртан хӑваламӗ, вӗсем хӑйсем сирӗншӗн мӑйкӑчпа таната пулӗҫ, куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, аякӑрсенчен чикӗҫ, ҫапла сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Акӑ ӗнтӗ эпӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур чун каякан ҫӗре каятӑп. Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ.</verse>
				<verse number="15">Анчах та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пур ырӑ сӑмахӗ те сире ҫитсе тӑнӑ евӗр, Унӑн сирӗн тӗлӗшрен каланӑ усал сӑмахӗ те — хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкичченех — ҫитсе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="16">Эхер те эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа ҫураҫса хывнӑ халала пӑсса ытти турӑсене иленсессӗн, вӗсемшӗн ӗҫлеме тытӑнсассӑн, вӗсене пуҫҫапсассӑн, сире Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитӗ, вара эсир хӑвӑра [Ҫӳлхуҫа] панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен часах ҫухалӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Унтан Иисус Израилӗн мӗнпур йӑхне, унӑн аслӑ ҫыннисене, пуҫлӑхӗсене, тӳрисене, халӑха пӑхса тӑракансене Сихеме чӗнсе пуҫтарнӑ та, вӗсем пурте Турӑ умне тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм.</verse>
				<verse number="4">Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ].</verse>
				<verse number="5">Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ;</verse>
				<verse number="7">вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм.</verse>
				<verse number="9">Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ;</verse>
				<verse number="10">анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм.</verse>
				<verse number="11">Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑрӑр, Уншӑн пӗтӗм таса кӑмӑлтан, тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑрӑр; аҫӑрсем юханшыв леш енче тата Египетра пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑрахӑр, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑрӑр.</verse>
				<verse number="15">Сирӗн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнас килмест пулсассӑн, кама пӑхӑнассине халӗ суйласа хурӑр: юхӑм шыв леш енче пурӑннӑ аҫӑрсем пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑхӑнас тетӗр-и е хӑвӑр халӗ пурӑнакан ҫӗрти аморрейсен туррисене пӑхӑнас тетӗр-и? эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр, [мӗншӗн тесессӗн Вӑл сӑваплӑ], тенӗ Иисус.</verse>
				<verse number="16">Халӑх хуравласа ҫапла каланӑ: ҫук, эпир Ҫӳлхуҫана пӑрахса ытти турӑсене пӑхӑнса пурӑнасси пулмӗ!</verse>
				<verse number="17">Пирӗн Турӑ — Ҫӳлхуҫа, Вӑл пире, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен илсе тухрӗ, пирӗн куҫ умӗнче темӗн тӗрлӗ хӑват паллисем кӑтартрӗ, мӗн чухлӗ ҫӳремерӗмӗр пулӗ, мӗн тӗрлӗ халӑх витӗр тухмарӑмӑр пулӗ, пур ҫӗрте те пире Вӑл сыхласа ҫӳрерӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа пирӗн патӑмӑртан пур халӑхсене те, ҫак ҫӗрте пурӑнакан аморрейсене те хӑваласа ячӗ. Ҫавӑнпа эпир те Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр: Вӑл — пирӗн Турӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Иисус халӑха каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа [Турӑшӑн] ӗҫлесе тӑраймӑр: Вӑл — сӑваплӑ Турӑ, кӗвӗҫекен Турӑ. Вӑл сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсемпе ҫылӑхӑрсене тӳссе тӑраймӗ.</verse>
				<verse number="20">Эхер те эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахса ют турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫласассӑн, Вӑл сирӗн ҫине хӗн-асап ярӗ те сире ҫапла ырӑлӑх кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗппипе пӗтерсе пӑрахӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вара халӑх Иисуса каланӑ: ҫук, эпир Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Иисус халӑха каланӑ: эсир хӑвӑр валли Ҫӳлхуҫана суйласа илнине, Уншӑн ӗҫлесе тӑма хатӗррине кӳнтелетӗр-и? тенӗ. Халӑх: кӳнтелетпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус каланӑ: эппин, хӑвӑр хушшӑрти суя турӑсене пӑрахӑр, хӑвӑр чӗрӗрсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри еннелле ҫавӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Халӑх Иисуса каланӑ: хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн ӗҫлӗпӗр, Ӑна итлӗпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вара Иисус, ҫав кун Сихем хулинче [Израиль Ҫӳлхуҫа Туррийӗн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче] халӑхпала халал хывса, ӑна йӗркесемпе саккун панӑ.</verse>
				<verse number="26">Иисус ҫав сӑмахсене Турӑ саккунӗн кӗнекине ҫырса хунӑ, унтан пӗр пысӑк чул илсе ӑна кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхӗнче ларакан юман айне хунӑ.</verse>
				<verse number="27">Иисус халӑха каланӑ: акӑ ҫак чул пирӗн кӳнтелен пулӗ: вӑл [паян] Ҫӳлхуҫа пире каланӑ пӗтӗм сӑмаха илтрӗ; эсир [ӳлӗмрен Ҫӳлхуҫа] Туррӑр умӗнче суя суяс пулсассӑн, вӑл сире хирӗҫ кӳнтелетӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вара Иисус халӑха пурне те харпӑр хӑй пурӑнакан ҫӗре кайма ирӗк панӑ.</verse>
				<verse number="29">Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус — Нав ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа чури — вилнӗ вара, вӑл ун чухне ҫӗр вунӑ ҫулта пулнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ӑна хӑйне панӑ ҫӗр ҫинче — Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулинче — пытарнӑ. [Унпа пӗрле тупӑклӑха чул ҫӗҫӗсем хунӑ: Иисус Израиль халӑхне Египетран илсе тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа хушнипеле, вӗсене Галгал хулинче ҫав ҫӗҫӗсемпе ӳт каснӑ пулнӑ; ҫав ҫӗҫӗсем халӗ те ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.]</verse>
				<verse number="31">Иисус пурӑннӑ чухне те, ун вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, кайран ун хыҫҫӑн та пурӑнса Израиль халӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнле ӗҫсем тунине курса тӑнӑ аслӑ пуҫлӑхсенӗн ӗмӗрӗнче те Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="32">Израиль ывӑлӗсем Египетран илсе тухнӑ Иосифӑн шӑмми-шаккине вара Сихем хулинче — Иаков ӗлӗк Еммор ывӑлӗсенчен, Сихем ашшӗнчен, ҫӗр сикль тӳлесе туяннӑ хирте, кайран Иосиф ывӑлӗсенӗн пай ҫӗрне кӗнӗ вырӑнта — пытарнӑ.</verse>
				<verse number="33">[Ҫакӑн хыҫҫӑн] Аарон ывӑлӗ [аслӑ священник] Елеазар та вилнӗ, ӑна Ефрем тӑвӗ ҫинче, хӑйӗн ывӑлне Финееса панӑ сӑртлӑха, пытарнӑ.</verse>
				<verse number="34">[Ҫав кун Израиль ывӑлӗсем Турӑ саккунӗн арчине илсе хӑйсемпе пӗрле ҫӗклесе ҫӳренӗ; Елеазар вырӑнне унӑн ывӑлӗ Финеес юлнӑ, вӑл мӗн виличченех священник пулнӑ, ӑна хӑйӗн хулинче Гаваафра пытарнӑ.</verse>
				<verse number="35">Израиль ывӑлӗсем вара пурте хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="36">Пурӑна киле Израиль ывӑлӗсем Астартӑпа Астарофа, таврари халӑхсен туррисене пуҫҫапа пуҫланӑ; Ҫӳлхуҫа вара вӗсене Моав патши Еглон аллине панӑ, Еглон вӗсене вунсакӑр ҫул хушши тытса тӑнӑ.]</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="7">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иисус вилсессӗн, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫаран ҫапла ыйтнӑ: ханаансене хирӗҫ пирӗн хушшӑмӑртан малтан кам тапӑнса тухать? тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа каланӑ: Иуда тухать; акӑ ҫак ҫӗре Эпӗ унӑн аллине паратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иуда вара Симеона, хӑйӗн пиччӗшне, каланӑ: манпа пӗр пулса ман шӑпама кӗрсемччӗ — ханаансемпе ҫапӑҫӑпӑр; эпӗ те сан шӑпуна пайлӑп, тенӗ. Симеон вара унпа пӗрле кайнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иуда ӗнтӗ тапранса тухнӑ, ханаансемпе ферезейсене Ҫӳлхуҫа вӗсен аллине ӳкернӗ, Везек теекен вырӑнта вӗсем тӑшманӗсене вунӑ пин ҫын пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="5">Везекра вӗсем Адони-Везек ҫарӗпе тӗл пулнӑ, унпа ҫапӑҫӑва кӗнӗ те ханаансемпе ферезейсене ҫапса салатнӑ.</verse>
				<verse number="6">Адони-Везек тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ, анчах та ӑна хӑваласа ҫитсе тытнӑ та унӑн аллипе урин пуҫ пӳрнисене касса татнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑн чухне Адони-Везек каланӑ: аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ ҫитмӗл патша ман сӗтелӗм айӗнче апат [тӗпренчӗкӗ] пуҫтаратчӗ; хам мӗнле турӑм, Турӑ мана ҫавнах кӑтартрӗ иккен, тенӗ. Ӑна Иерусалима илсе пынӑ, вӑл ҫавӑнта вилнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ Иуда ывӑлӗсем Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна туртса илнӗ те, ҫыннисене хӗҫпе касса тухса, хулине вут тивертсе янӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда ывӑлӗсем тусем хушшинче тата кӑнтӑр енчи ҫӗрсемпе айлӑм вырӑнсенче пурӑнакан ханаансемпе ҫапӑҫма кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Унтан Иуда Хеврон хулинче [унччен вӑл Кириаф-Арба ятлӑ пулнӑ] пурӑнакан ханаансене тапӑннӑ, [Енак йӑхӗн ҫыннисене] Шешая, Ахимана тата Фалмая тӗп тунӑ.</verse>
				<verse number="11">Унтан вӑл Давир хули ҫыннисене хирӗҫ кайнӑ; ӗлӗк ку хула Кириаф-Сефер ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн чухне Халев каланӑ: кам та кам Кириаф-Сефер хулине парӑнтарса туртса илет, ҫав ҫынна хамӑн Ахса хӗрӗме качча парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Хулине Гофониил — Халев шӑллӗн Кеназӑн ывӑлӗ — ҫӗнтернӗ, Халев вара ӑна хӑйӗн Ахса хӗрне качча панӑ.</verse>
				<verse number="14">Тӑван килӗнчен тухса кайнӑ чухне Ахса, Гофониил ӑс панипе, ашшӗнчен хӑй валли хир ыйтма шутланӑ та ашакӗ ҫинчен аннӑ. Халев: мӗн кирлӗ сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">[Ахса] ӑна каланӑ: мана пиллӗх парсамччӗ; эсӗ мана кӑнтӑр енче ҫӗр патӑн, тата ҫӑлкуҫӗсем те парсамччӗ, тенӗ. Вара, [хӗрӗн кӑмӑлне ҫырлахтарса,] Халев ӑна тури ҫӑлсемпе анатри ҫӑлсене панӑ.</verse>
				<verse number="16">Кеней ҫыннин [Иофорӑн], Моисей хунӗн, ывӑлӗсем — унччен Пальма хулинче пурӑннӑскерсем — Иуда ывӑлӗсемпе пӗрле Арад хулинчен кӑнтӑралла выртакан Иуда пушхирне кайнӑ та ҫавӑнти халӑх хушшинче пурӑнма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="17">Иуда хӑйӗн пиччӗшӗпе Симеонпа пӗрле кайнӑ та Цефаф хулинче пурӑнакан ханаансене ҫапса салатнӑ, хулине вара пӗтмелле тупаланӑ, ҫавӑнпа ҫак хулана Хорма теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Иуда тата Газа хулипе унӑн ҫӗрӗсене, Аскалон хулипе унӑн ҫӗрӗсене, Екрон хулипе унӑн ҫӗрӗсене, [Азот хулипе унӑн ҫӗрӗсене] ярса илнӗ.</verse>
				<verse number="19">Иудӑпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл ӗнтӗ ту-сӑртлӑ ҫӗре ярса илнӗ; анчах та айлӑм ҫӗрте пурӑнакансене хӑваласа ярайман, мӗншӗн тесессӗн лешӗсен тимӗртен тунӑ вӑрҫӑ ураписем пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Моисей каланӑ пек, Хеврон хулине Халева панӑ, [тата вӑл ҫавӑнта Енак ывӑлӗсен виҫӗ хулине еткере илнӗ], ҫавӑнтан Енакӑн виҫӗ ывӑлне хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="21">Анчах та Вениамин ывӑлӗсем Иерусалим хулинче пурӑнакан иевусейсене хӑваласа ярайман, иевусейсем паян кунчченех Вениамин ывӑлӗсемпе пӗрле Иерусалимра пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Иосиф ывӑлӗсем Вефиль хули ҫине те кайнӑ, вӗсемпе Ҫӳлхуҫа пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">[Чарӑнса тӑрса,] Иосиф ывӑлӗсем Вефиль хулине куҫласа тӑнӑ [унччен ку хула Луз ятлӑ пулнӑ].</verse>
				<verse number="24">Хуралҫӑсем хула енчен килекен ҫынна асӑрханӑ та [ӑна ярса тытса] ҫапла каланӑ: хулана хӑш тӗлтен кӗмеллине кӑтарт пире, вара сана тивмӗпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫав ҫын хулана ӑҫтан кӗмеллине кӑтартнӑ, Иосиф ывӑлӗсем вара хулана кӗрсе йӑлтах хӗҫпе тӗп туса тухнӑ, ӗнтӗ леш ҫыннипе унӑн тӑванӗсене тӗкӗнмен.</verse>
				<verse number="26">Ҫав ҫын кайран хетсен ҫӗрне кайнӑ та [унта] хула лартнӑ, ӑна Луз тесе ят панӑ. Ун ячӗ паян кунчченех ҫавӑн пек.</verse>
				<verse number="27">Манассия та Бефсан хулипе [ӑна Скифополь те теҫҫӗ] ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Фаанах хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Дор хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Ивлеам хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Мегиддон хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче пурӑнакансене хӑваласа яман; ханаансем ҫав ҫӗртех пурӑнма юлнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӑй илсе ҫитерсессӗн, Израиль ханаансене хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, анчах хӑвалама хӑваласа яман вӗсене.</verse>
				<verse number="29">Ефрем те Газер хулинче пурӑнакан ханаансене хӑваласа яман; ханаансем вара Газерта вӗсем хушшинче пурӑннӑ, [вӗсене хырҫӑ тӳленӗ].</verse>
				<verse number="30">Завулон та Китрон тата Наглол хулисенче пурӑнакансене хӑваласа яман, ханаансем вара вӗсем хушшинче пурӑннӑ, вӗсене хырҫӑ тӳленӗ.</verse>
				<verse number="31">Асир та Акко хулинче пурӑнакансене, [хӑйне хырҫӑ тӳлесе тӑракансене, тата Дор хулинче пурӑнакансене,] Сидон, Ахлав, Ахзив, Хелва, Афек, Рехов хулисенче пурӑнакансене хӑваласа яман.</verse>
				<verse number="32">Асир йӑхӗ ҫапла, хӑй ҫав ҫӗрте пурӑнакан ханаансене хӑваласа яманнипе, вӗсем хушшинчех пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="33">Неффалим та Вефсамис хулинче пурӑнакансене, Бефанаф хулинче пурӑнакансене хӑваласа яман, ҫавӑнпа вӑл ҫак ҫӗрте пурӑнакан ханаансем хушшинче пурӑннӑ; Вефсамиспа Бефанаф ҫыннисем ӑна хырҫӑ тӳленӗ.</verse>
				<verse number="34">Сӑрт-ту ҫинче пурӑнакан Дан ывӑлӗсене вара аморрейсем хӗстерсех ҫитернӗ, вӗсене айлӑма анма та паман.</verse>
				<verse number="35">Аморрейсем ҫапла Херес тӑвӗ ҫинче [упапа тилӗ пур ҫӗрте] пурӑнма юлнӑ, Аиалон тата Шаалвим теекен вырӑнсенче пурӑннӑ; каярахпа аморрейсене Иосиф ывӑлӗсем ҫӗнтерсе пӑхӑнтарнӑ та вӗсене хырҫӑ тӳлеттерсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="36">Аморрейсен ҫӗрӗ Акравим сӑртӗнчен тата Села хулинчен пуҫланса тавраналла сарӑлса выртнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Галгал хулинчен Бохим теекен вырӑна [тата Вефиль хулине те, Израиль килне те] Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пынӑ та каланӑ [вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать]: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, [сире пама пулса] аҫӑрсене тупа туса каланӑ ҫӗршыва илсе ҫитертӗм, Эпӗ каларӑм: «Сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ӗмӗрне те пӑсмӑп;</verse>
				<verse number="2">эсир те ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе килӗшӗве ан кӗрӗр; [вӗсенӗн туррисене ан пуҫҫапӑр, вӗсенӗн йӗрӗхӗсене ҫапса салатӑр,] вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене аркатӑр» терӗм. Анчах эсир Манӑн сӑмахӑма итлемерӗр. Мӗн турӑр эсир?</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнпа калатӑп та Эпӗ: [унччен хӑваласа яма шутланӑ ҫынсене халӗ ӗнтӗ урӑх вырӑна куҫармастӑп,] вӗсене сирӗн патӑртан хӑваласа ямастӑп, вӗсем сирӗншӗн мӑйкӑч пулӗҫ, вӗсенӗн туррисем сирӗншӗн серепе пулӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Турӑ Ангелӗ Израиль ывӑлӗсене ҫапла каласассӑн, халӑх хыттӑн ӳлесе йӗрсе янӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл вырӑна Бохим тесе ят панӑ. Унта вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисус халӑха саланма каласан, Израиль ывӑлӗсем [кашнийӗ хӑйӗн килне,] кашнийӗ хӑйне тивӗҫнӗ еткер ҫӗрне кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ун чухне — Иисусӑн мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех, ун хыҫҫӑн юлса пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫанӑн Израильшӗн тунӑ пур чаплӑ ӗҫне те курнӑ аслӑ ҫынсен ӗмӗрӗнче те — халӑх Турра пӑхӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн,</verse>
				<verse number="9">ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн,</verse>
				<verse number="10">ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн,</verse>
				<verse number="11">Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="12">ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ;</verse>
				<verse number="13">вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="14">Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл Израиле вӑрӑ-хурах аллине панӑ, ҫаратнӑ вӗсене; Вӑл вӗсене йӗри-таврах хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллине панӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен тӑшманӗсене хирӗҫ тытӑнса тӑрайман.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа хӑйсене каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа хӑйсене тупа тунӑ пек, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа алли вӗсене усала пулнӑ. Вӗсене питех те хӗн килнӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа [вӗсем валли] тӳресем лартнӑ, кусем вӗсене вӑрӑ-хурах аллинчен хӑтарса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="17">анчах вӗсем тӳресене те итлемен, урӑх турӑсем хыҫҫӑн асса ҫӳренӗ, вӗсене пуҫҫапнӑ, [ҫапла Ҫӳлхуҫана ҫиллентернӗ,] часах Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пурӑннӑ ашшӗсенӗн ҫулӗнчен пӑрӑннӑ. Вӗсен ашшӗсем ун пек туман.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем валли тӳре лартнӑ чухне Ҫӳлхуҫа Хӑй тӳрепе пӗрле пулнӑ, тӳре пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене тӑшмансенчен хӑтарса тӑнӑ: вӗсем тертпе пусмӑр айӗнче йынӑшнине илтсе Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ.</verse>
				<verse number="19">Анчах, тӳре вилсенех, вӗсем каллех ашшӗсенчен начартарах тума пуҫланӑ: урӑх турӑсен енне сулӑнса вӗсене пӑхӑннӑ, пуҫҫапнӑ. Хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсене пӑрахман, хӑйсен ултавлӑ ҫулӗнчен пӑрӑнман.</verse>
				<verse number="20">Израиль ҫапла тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл каланӑ: ҫак халӑх Эпӗ хӑйсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑснӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн,</verse>
				<verse number="21">Эпӗ те ӗнтӗ [Нав ывӑлӗ] Иисус хӑй вилнӗ чухне [ҫӗр ҫине] хӑварнӑ халӑхсенчен пӗрне те кунтан хӑваламӑп —</verse>
				<verse number="22">вӗсем Израиле сӑнама пулччӑр: Израиль ывӑлӗсем, хӑйсен ашшӗсем пек, Ҫӳлхуҫа ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр ҫӳрӗҫ-и, ҫав ҫулпа кайӗҫ-и е урӑхла тӑвӗҫ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа вара ҫав халӑхсене вырӑнтах хӑварнӑ, вӗсене часах хӑваласа яман, Иисус аллине те паман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Израиль ывӑлӗсен килес ӑрӑвӗсем, вӑрҫӑ курманскерсем, вӑрҫӑ мӗнне пӗлччӗр, ҫапӑҫма вӗренччӗр тесе, израильсене — Ханаан вӑрҫисене пӗлменскерсене — сӑнама Ҫӳлхуҫа хӑварнӑ халӑхсем ҫаксем:</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">пилӗк пуҫлӑха пӑхӑнса тӑракан Филисти халӑхӗ, мӗнпур ханаан, Сидон халӑхӗ тата Ливан тӑвӗ ҫинче, Ваал-Ермон тӑвӗпе Емаф хули хушшинче пурӑнакан евейсем.</verse>
				<verse number="4">Вӗсене Израиль ывӑлӗсене сӑнама-тӗрӗслеме, вӗсем хӑйсен ашшӗсене Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ ӳкӗтсене пӑхӑнса пурӑнни-пурӑнманнине пӗлме хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="5">Израиль ывӑлӗсем вара ханаансем, хетсем, аморрейсем, ферезейсем, евейсем, [гергесейсем] тата иевусейсем хушшинче пурӑннӑ,</verse>
				<verse number="6">вӗсен хӗрӗсене качча илнӗ, хӑйсен хӗрӗсене вӗсен ывӑлӗсене качча панӑ, вӗсен туррисене пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫапла Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ тунӑ, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манса, Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Израиле Вӑл Месопотами патши Хусарсафем аллине панӑ, Израиль ывӑлӗсем сакӑр ҫул Хусарсафема пӑхӑнса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вара вӗсем валли ҫӑлакана — Гофониила, Халев шӑллӗн Кеназӑн ывӑлне — ҫӗкленӗ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫӑлӑнӑҫ панӑ.</verse>
				<verse number="10">Ун ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ, вӑл Израиль тӳри пулнӑ. Вӑл [Хусарсафема хирӗҫ] вӑрҫа тухнӑ, Ҫӳлхуҫа Месопотами патшине Хусарсафема ун аллине ӳкернӗ, Гофониил вара Хусарсафема парӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӗр ҫинче хӗрӗх ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ. Ӗнтӗ Гофониил, Кеназ ывӑлӗ, вилнӗ.</verse>
				<verse number="12">Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ, вӗсем усал ӗҫ тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа израильсене хирӗҫ Еглона, Моав патшине, тӗреклӗлетнӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав патша [пӗтӗм] Аммон халӑхӗпе Амалик халӑхне хӑй патне пуҫтарнӑ та Израиле тапӑннӑ, ӑна ҫӗнтерсе Пальма хулине ярса илнӗ.</verse>
				<verse number="14">Израиль ывӑлӗсем Еглона, Моав патшине, вунсакӑр ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсем валли ҫӑлакана — Аода, Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлне — ҫӗкленӗ. Аод лӳкше пулнӑ. Израиль ывӑлӗсем ӑна Моав патши Еглон патне парнесемпе янӑ.</verse>
				<verse number="16">Аод хӑй валли икӗ енӗ те вичкӗн, чике тӑршшӗ хӗҫ тунӑ та ӑна пилӗкӗнчен, хӑй юпӑнчи айӗнчен, сылтӑм енне ҫакса янӑ,</verse>
				<verse number="17">[ҫапла пырса кӗнӗ те] Еглона, Моав патшине, парнесем панӑ; Еглонӗ шутсӑр самӑр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Пӗтӗм парнине сӑйласа панӑ хыҫҫӑн, парне йӑтса килнӗ ҫынсене ӑсатса ярсассӑн,</verse>
				<verse number="19">Аод, кайма тухнӑскер, Галгал теекен вырӑнти чул йӗрӗхсем патне ҫитсессӗн, каялла таврӑннӑ та каланӑ: патша, ман сана вӑрттӑн каламалли сӑмах пур, тенӗ. Патша: шӑп пулӑр! тенӗ. Вара ун ҫумӗнче тӑракансем пурте ун патӗнчен тухнӑ.</verse>
				<verse number="20">Аод патша патне кӗнӗ: лешӗ хӑйӗн ҫӳлти пӳлӗмӗнче, сулхӑн пӳлӗмре, ларнӑ. Аод ӑна каланӑ: [патша,] ман сана Турӑ сӑмахне пӗлтермелле, тенӗ. [Еглон] пуканӗ ҫинчен тӑнӑ.</verse>
				<verse number="21">[Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ;</verse>
				<verse number="22">вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.</verse>
				<verse number="23">Аод ӗнтӗ, юнашар пӳлӗме тухса, ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкӗсене хупса-питӗрсех хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="24">Вӑл кайсанах Еглон чурисем пынӑ та — пӑхаҫҫӗ: акӑ ҫӳлти пӳлӗм алӑкӗсене хупса-питӗрсех хӑварнӑ, вӗсем вара: вӑл сулхӑн пӳлӗме хӑй ӗҫӗпе кӗнӗ пулӗ-ха, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Чурасем чылайччен кӗтсе тӑнӑ, анчах та ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкне никам та уҫманнине кура уҫӑсем илсе пӳлӗме уҫнӑ та, акӑ ӗнтӗ вӗсенӗн хуҫи урайӗнче вилӗ выртать.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем нимӗн тума аптӑраса тӑнӑ вӑхӑтра Аод тухса кайнӑ, [ӑна никам та аса илмен,] чул йӗрӗхсем тӗлӗнчен иртсе, Сеираф теекен вырӑна тарса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="27">[Израиль ҫӗрне] таврӑнсан вара [Аод] Ефрем тӑвӗ ҫинче какӑрпа кӑшкӑртса янӑ та, Израиль ывӑлӗсем унпа пӗрле ту ҫинчен аннӑ, хӑй вӑл вӗсен умӗнчен пынӑ.</verse>
				<verse number="28">Халӑха вӑл ҫапла каланӑ: ман хыҫран пырӑр, тӑшманӑрсене, моавсене, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн аллӑра пачӗ, тенӗ. Пурте ун хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Иордан урлӑ Моав енне каҫмалли тӗле ярса илнӗ те никама та каҫма паман.</verse>
				<verse number="29">Ҫавӑн чухне моавсене вунӑ пин ҫынна яхӑн пӗтернӗ, ҫыннисем пурте сывӑ та тӗреклӗ пулнӑ, вӗсем пӗри те тарса хӑтӑлайман.</verse>
				<verse number="30">Моавсем ҫав кун Израиле ҫапла парӑннӑ, ҫӗр ҫинче вара сакӑрвунӑ ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ. [Мӗн виличченех Аод вӗсен тӳри пулнӑ.]</verse>
				<verse number="31">Ун хыҫҫӑн Самегар, Анаф ывӑлӗ, тӳре пулнӑ, вӑл вӑкӑр хӑваламалли патакпа филистимсен ултҫӗр ҫыннине ҫапса вӗлернӗ; вӑл та Израиле ҫӑлса хӑварнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Аод вилсен, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа вара вӗсене Асор хулинче патшара ларакан Ханаан патши Иавин аллине панӑ; унӑн ҫарпуҫӗ Харошеф-Гоим хулинче пурӑнакан Сисара пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Израиль ывӑлӗсем Турра йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫарпуҫӗн тимӗртен тунӑ тӑхӑрҫӗр вӑрҫӑ урапи пулнӑ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫирӗм ҫул хӗсӗрлесе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫав вӑхӑтра Израиль тӳри Девора пророк, Лапидоф арӑмӗ, пулнӑ;</verse>
				<verse number="5">вӑл Ефрем тӑвӗ ҫинче, Рама хулипе Вефиль хули хушшинче ларакан пальма, Девора Пальми, айӗнче пурӑннӑ; Израиль ывӑлӗсем ун патне [ҫавӑнта] сута ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="6">[Девора] Кедесран — Неффалимсен хулинчен — Варака, Авиноам ывӑлне, чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, [сана] ҫапла хушать: кай та — Неффалим ывӑлӗсемпе Завулон ывӑлӗсенчен хӑвӑнпа пӗрле вунӑ пин ҫын ил те Фавор тӑвӗ ҫине улӑх.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ сан патна, Киссон юхӑм шывӗ хӗррине, Иавинӑн ҫар пуҫлӑхне Сисарӑна, унӑн вӑрҫӑ ураписемпе унӑн йышлӑ ҫарне илсе пырӑп, ӑна сан аллуна парӑп, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Варак ӑна каланӑ: эсӗ манпа пырсассӑн — каятӑп; манпа пӗрле пымасассӑн — каймастӑп, [мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле хӑш кун Ангел ярасса пӗлместӗп,] тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Девора каланӑ [ӑна]: пырасса пырӑп санпа пӗрле, анчах [пӗлсех тӑр:] эсӗ каякан ҫул ҫинче чапӗ сана пулмӗ; Ҫӳлхуҫа Сисарӑна хӗрарӑм аллине ӳкерӗ, тенӗ. Девора вара Варакпа пӗрле Кедес хулине кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Варак ӗнтӗ Завулонсемпе Неффалимсене Кедес хулине чӗнсе пуҫтарнӑ, ун хыҫӗнчен вунӑ пин ҫын кайнӑ, Девора та унпа пӗрле пынӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн чухне Кеней ҫынни Хевер, хӑй халӑхӗнчен — Моисейпе хурӑнташлӑ Ховав ывӑлӗсенчен — уйрӑлса, Кедес ҫывӑхӗнчи Цаанним юманлӑхне чатӑр карса лартнӑ.</verse>
				<verse number="12">Варак, Авиноам ывӑлӗ, Фавор тӑвӗ ҫине хӑпарнине Сисарӑна пӗлтернӗ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="13">Сисара вара Харошеф-Гоимри хӑйӗн пӗтӗм халӑхне, тимӗртен тунӑ пӗтӗм тӑхӑрҫӗр ҫар урапине Киссон шывӗ хӗррине пуҫтарса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="14">Девора Варака каланӑ: хатӗрлен, Ҫӳлхуҫа ҫак кун Сисарӑна санӑн аллуна парать; сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа Хӑй пырӗ, тенӗ. Варак вара Фавор тӑвӗ ҫинчен аннӑ, вунӑ пин ҫынни те ун хыҫӗнчен аннӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа, Варак хӗҫӗпе сехӗрлентерсе, Сисарӑна, унӑн пӗтӗм вӑрҫӑ урапине, унӑн пӗтӗм ҫарне чӑлхантарса ӳкернӗ; Сисара, ҫар урапи ҫинчен анса, ҫуран тарма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="16">Варак [унӑн] вӑрҫӑ урапийӗсемпе ҫарне Харошеф-Гоима ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, Сисарӑн пӗтӗм ҫарне хӗҫпе вакланӑ, пӗр ҫын та чӗрӗ юлман.</verse>
				<verse number="17">Ҫуран таракан Сисара ӗнтӗ Иаиль чатӑрӗ патне ҫитсе ӳкнӗ. Иаиль вӑл Кеней ҫыннин Хеверӗн арӑмӗ пулнӑ; Асор патши Иавин вара Кеней ҫыннин Хеверӗн килӗпе килӗшӳллӗ пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="18">Иаиль Сисарӑна хирӗҫ тухнӑ, каланӑ ӑна: хуҫамӑм, кӗрех ман патӑма, кӗрех, ан хӑра, тенӗ. Сисара чатӑра кӗнӗ, Иаиль ӑна кавирпе витсе вырттарнӑ.</verse>
				<verse number="19">[Сисара] ӑна каланӑ: кӑштах шыв парсамччӗ мана, ӗҫес килет, тенӗ. Иаиль вара сӗт тытакан тир хутаҫа салтса ӑна сӗт ӗҫтернӗ, унтан каллех кавирпе витсе вырттарнӑ.</verse>
				<verse number="20">[Сисара] ӑна каланӑ: эсӗ алӑк патне тӑр, кам та кам килес пулсан, «кунта ҫын пур-и?» тесе ыйтас пулсан, эсӗ «ҫук» те, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Иаиль, Хевер арӑмӗ, чатӑртан шӗвӗр шалча туртса кӑларнӑ, аллине мӑлатук тытнӑ, унтан ӗшеннипе ҫывӑрса кайнӑ Сисара патне систермесӗр пырса, ӑна тӑнлавӗнчен шалчапа чиксе ҫӗр ҫумне пӑталасах лартнӑ; Сисара вилнӗ.</verse>
				<verse number="22">Акӑ Сисарӑна хӑвалакан Варак ҫак тӗле ҫитнӗ. Иаиль ӑна хирӗҫ тухнӑ та: кӗр-ха, эпӗ сана хӑв шыракан ҫынна кӑтартӑп, тенӗ. Варак чатӑра кӗнӗ, акӑ вилнӗ Сисара урайӗнче выртать, тӑнлавӗнчен ӑна шалча тӑрӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫав кун [Ҫӳлхуҫа] Израиль ывӑлӗсем умӗнче Ханаан патшине Иавина парӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="24">Израиль ывӑлӗсем Ханаан патшине Иавина хӗстернӗҫем хӗстерсе пынӑ, унтан вӗсем Ханаан патшине Иавина тӗппипех пӗтернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Ҫав кун Девора тата Варак, Авиноам ывӑлӗ, ҫапла каласа юрланӑ:</verse>
				<verse number="2">Израиль тавӑрчӗ, халӑх хастарлӑх кӑтартрӗ; Ҫӳлхуҫана мухтӑр!</verse>
				<verse number="3">Эй итлӗр, патшасем, тӑнлӑр, аслӑ ҫынсем: эпӗ Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп, хӗлӗх янӑратса Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, мухтатӑп.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ Сеир патӗнчен тухнӑ чух, Эдом хирӗнчен килнӗ чух ҫӗр чӗтӗресе тӑчӗ, тӳпе хупӑрланчӗ, пӗлӗтсем шалкӑм ҫумӑр ҫутарчӗҫ;</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнче тусем кисренчӗҫ, Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, умӗнче ҫакӑ Синай тӑвӗ те кисренчӗ.</verse>
				<verse number="6">Анаф ывӑлӗ Самегар пурӑннӑ вӑхӑтра, Иаиль пурӑннӑ вӑхӑтра ҫулсем ҫинче ҫын та курӑнман, ӗлӗк тӳрӗ ҫулпа ҫӳренисем ун чухне тавраран ҫаврӑнса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="7">Израиль килӗсем пушӑ ларнӑ, эпӗ, Девора, ҫӗклениччен ҫапла пулнӑ, эпӗ, Израиль ҫӗрӗн амӑшӗ, ҫӗклениччен ҫапла пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӗнӗ турӑсем суйласа илнӗ, ҫавӑнпа хапха умне вӑрҫӑ ҫитнӗ. Хӗрӗх пин Израиль ывӑлӗн сӑнӑпа хулкан курӑнатчӗ-и?</verse>
				<verse number="9">Эй Израиль пуҫлӑхӗсем, халӑхшӑн тӑракансем, чӗрем — сирӗнпе пӗрле; Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтӑр!</verse>
				<verse number="10">Эй шурӑ ашак утланса ҫӳрекенсем, кавир ҫинче ларакансем, ҫул-сукмакпа пыракансем, мухтав юрри юрлӑр!</verse>
				<verse number="11">Кӗтӳсене ҫӑл патне хӑваласа килекенсем хушшинче те, ҫавӑнта та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлаччӑр, Израиль ҫулпуҫӗсене мухтаса юрлаччӑр! Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хапха умне тухнӑ.</verse>
				<verse number="12">Эй ҫӗклен, ҫӗклен, Девора! ҫӗклен, ҫӗклен! мухтав юрри юрла! Эй Варак, хатӗрлен! Авионам ывӑлӗ, тыткӑна лекнисене илсе кил!</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа халӑха хӑш-пӗр паттӑрсен аллине ҫеҫ пачӗ; мана Вӑл харсӑррисене пачӗ.</verse>
				<verse number="14">Ефрем патӗнчен Амалик ҫӗрӗнче тымар ярса пурӑнакансем ҫитрӗҫ; ун хыҫҫӑн Вениамин хӑй халӑхӗпе ҫитрӗ; Махир йӑхӗнчен ҫарпуҫӗсем, Завулон йӑхӗнчен ҫыруҫӑсем килчӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Иссахар ҫулпуҫӗсем те — Деворӑпа пӗрле, Иссахар та, Варак пекех, айлӑмалла ҫуран ыткӑнчӗ. Рувим ӑрӑвӗсенче вара килӗшӳ ҫук.</verse>
				<verse number="16">Сурӑх картисем хушшинче выльӑх макӑрнине итлесе ларатӑн-и эсӗ? Рувим ӑрӑвӗсенче килӗшӳ ҫук.</verse>
				<verse number="17">Галаад Иорданӑн леш енче пӗр шухӑшсӑр пурӑнать, Данӑн карапсем пур, унӑн та мӗнрен хӑрас? Асир тинӗс хӗрринче ларать, карапӗсем — ҫавӑнта, вӗсен хӳттинче вӑл пӗр шухӑшсӑр пурӑнать.</verse>
				<verse number="18">Завулон халӑхӗ вара вилме хатӗр, Неффалим та — вӑрҫӑ хирӗнче.</verse>
				<verse number="19">Килчӗҫ патшасем, ҫапӑҫрӗҫ, ӗнтӗ Ханаан патшисем Мегиддон шывӗ хӗрринчи Фанаах хули патӗнче ҫапӑҫрӗҫ, анчах пӗр пӗрчӗ кӗмӗл те илеймерӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Тӳпере те ҫапӑҫрӗҫ, ҫапӑҫрӗҫ ҫӑлтӑрсем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса Сисарӑпа ҫапӑҫрӗҫ вӗсем.</verse>
				<verse number="21">Вилнисене Киссон шывӗ юхтарса кайрӗ, Кедумим юхӑм шывӗ, Киссон юхӑм шывӗ путарчӗ. Эй чунӑм, хӑватна кӑтартсам!</verse>
				<verse number="22">Ӗнтӗ таракан утсен чӗрнисем хуҫӑлатчӗҫ, вӑйлӑ юланутсем ҫапла вирхӗнетчӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ калать: ылханӑр Мероз хулине, ылханӑр, ылханӑр унти ҫынсене — вӗсем Ҫӳлхуҫана пулӑшма килмерӗҫ, Ҫӳлхуҫапа паттӑрсене пулӑшма васкамарӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Арӑмсем хушшинче Иаиль, Кеней ҫыннин Хеверӑн арӑмӗ, пиллӗхлӗ пултӑр, чатӑрти арӑмсем хушшинче пиллӗхлӗ пултӑр!</verse>
				<verse number="25">Сисара шыв ыйтнӑ: Иаиль ӑна сӗт пырса панӑ, чаплӑ чашӑка чи тутлӑ сӗт ярса панӑ.</verse>
				<verse number="26">[Сулахай] аллине шалча патне, сылтӑм аллине мӑлатук патне тӑснӑ; Сисарӑна вара пуҫӗнчен лектернӗ, ӑна тӑнлавӗнчен чиксе вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="27">Лешӗ ун ури умне тайӑлнӑ, ҫӗре кайса ӳкнӗ, выртнӑ ҫапла, ун ури умне тайӑлнӑ, ӳкнӗ, ӑҫта тайӑлнӑ — ҫавӑнта вилсе выртнӑ.</verse>
				<verse number="28">Сисара амӑшӗ кантӑкран пӑхать, ун решетки витӗр пӑхса макӑрать: «Ывӑлӑмӑн утлӑ ҫарӗ мӗншӗн халӗ те курӑнмасть-ши, унӑн ҫар ураписем мӗншӗн халӗ те килмеҫҫӗ-ши?»</verse>
				<verse number="29">Ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсем, ӑслисем, ӑна хуравлаҫҫӗ, вӑл та хӑйне хӑех хуравлать:</verse>
				<verse number="30">«Ахӑртнех, вӗсем тупнӑ тупӑша уйӑраҫҫӗ пулӗ, ҫар ҫыннисене кашнине — пӗрер хӗр, икшер хӗр; Сисарӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ — тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен сӳсе илнӗ, икӗ енчен те тӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ».</verse>
				<verse number="31">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн пӗтӗм тӑшману пӗттӗр! Сана юратакансем хӑйӗн пӗтӗм хӑватне кӑтартса тухакан хӗвел пек пулччӑр! Ҫӗр ҫинче вара хӗрӗх ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вара вӗсене ҫичӗ ҫула мадиансен аллине панӑ.</verse>
				<verse number="2">Мадиансем Израиле хытӑ алӑра тытса тӑнӑ, ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем мадиансенчен ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑннӑ, вӗсенчен хӳтӗленме хӑйсем валли хӳме ҫавӑрса тӗреклӗлетнӗ вырӑнсем тунӑ.</verse>
				<verse number="3">Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ;</verse>
				<verse number="4">вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем хӑйсен выльӑх-чӗрлӗхӗпех, хӑйсен чатӑрӗсемпех килсе тӑнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑк пек шутсӑр йышлӑн килнӗ; ҫыннисен, тӗвисен имӗ-сумӗ те пулман, Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе вӗсем ӑна ҫап-ҫара тӑратса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="6">Израиль ҫапла мадиансене пула ҫука тӑрса юлнӑ, вара Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ.</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн,</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм;</verse>
				<verse number="9">сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм,</verse>
				<verse number="10">каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Офра хулине пынӑ та Авиезер йӑхӗнчен тухнӑ Иоас юманӗ айне ларнӑ; Иоас ывӑлӗ Гедеон ҫавӑн чухне, мадиансенчен пытанса, юхтаркӑчра тулӑ ҫапнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле, паттӑр ҫын! тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Гедеон ӑна каланӑ: хуҫамӑм! Ҫӳлхуҫа пирӗнпе пӗрле пулсан, мӗншӗн-ха пире ҫак хӗн-асап килсе ҫитрӗ, аттемӗрсем пире: «Египетран пире Ҫӳлхуҫа илсе тухрӗ» тесе каласа паратчӗҫ, Унӑн ҫав тӗлӗнмелле хӑвачӗсем ӑҫта вара? Халӗ Ҫӳлхуҫа пире пӑрахрӗ, пире мадиансен аллине пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа ун ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: кай та ҫак вӑй-халупа Израиле мадиансенӗн аллинчен хӑтар; Эпӗ яратӑп сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">[Гедеон] Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! Израиле мӗнле ҫӑлаям-ха эпӗ? ман ӑрӑвӑм та Манассия йӑхӗнчи чи чухӑн ӑру, аттем килӗнче те эпӗ чи кӗҫӗнни, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, эсӗ мадиансене пӗр ҫынна пӗтернӗ пек пӗтерсе пӑрахӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">[Гедеон] Ӑна каланӑ: Сан куҫу умӗнче тивлетлӗ пултӑм пулсан, манпа Эсех калаҫатӑн пулсан, хӑват кӑтартсамччӗ мана:</verse>
				<verse number="18">эпӗ ҫакӑнта Сан валли парне илсе киличчен, ӑна Сана сӗниччен кунтан ан кайсамччӗ, тенӗ. Вӑл: эсӗ таврӑниччен Эпӗ кунта юлатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Гедеон кайнӑ та качака путекки пусса хатӗрленӗ, пӗр ефа ҫӑнӑхран тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ; ашне пӗрнене хунӑ, шӳрпине чӳлмеке тултарнӑ та, ҫакна юман айне илсе килсе, Ун умне лартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Турӑ Ангелӗ ӑна каланӑ: ашпа ҫӑкӑра ҫак чул ҫине хур, шӳрпине ҫӗре тӑк, тенӗ. Вӑл ҫавӑн пек тунӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аллинчи туйине ҫӗкленӗ те ун вӗҫӗпе ашпа ҫӑкӑра тӗкӗннӗ; чулран вут тухнӑ та ашпа ҫӑкӑра ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вара куҫран ҫухалнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ку Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пулнине курсан, Гедеон каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Патша, пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Ангелне куҫа-куҫӑн куртӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа ӑна: тӑнӑҫлӑх пултӑр сана, ан хӑра, вилместӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Гедеон вара ҫав вырӑнта Ҫӳлхуҫа ячӗпе парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Шалом тесе ят панӑ. Вӑл паян кун та Авиезер Офринче упранса ларать.</verse>
				<verse number="25">Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: аҫу кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру ил, тата ҫичӗ ҫулхи тепӗр пӑру ил, аҫу пӑхса тӑракан чӳк вырӑнне, Ваала чӳк паракан вырӑна, ҫӗмӗр, унта ларакан киремет йывӑҫҫине те касса пӑрах;</verse>
				<verse number="26">[хӑвна] ҫак чул хысак тӑрринче [курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе парне вырӑнӗ ту, иккӗмӗш пӑрӑва ху каснӑ йывӑҫ вутти ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Гедеон вара хӑйӗн чурисенчен вунӑ ҫын уйӑрса илнӗ те Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ; анчах та ашшӗ килӗнчи ҫынсенчен, хула халӑхӗнчен хӑранипе ку ӗҫе кӑнтӑрла мар, ҫӗрле тунӑ.</verse>
				<verse number="28">Ирхине хула халӑхӗ вӑраннӑ та — акӑ Ваала чӳк паракан вырӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ун ҫумӗнче ларнӑ йывӑҫа та касса пӑрахнӑ, ҫӗнӗ парне вырӑнӗ ҫинче иккӗмӗш пӑрӑва пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫынсем пӗр-пӗрне каланӑ: кам тунӑ-ши ҫакна? тенӗ. Шыранӑ ҫав этеме, ыйта-ыйта пӗлнӗ, вара: Гедеон, Иоас ывӑлӗ, тунӑ ҫакна, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Хула халӑхӗ Иоаса каланӑ: илсе тух ывӑлна; Ваалӑн чӳк вырӑнне ҫӗмӗрнӗшӗн, унта ларакан йывӑҫа каснӑшӑн вӑл вилӗме тивӗҫлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иоас хӑйне хупӑрласа илнӗ халӑха ҫапла каланӑ: сирӗн Ваал хутне кӗмелле-и, ӑна сирӗн хӳтӗлемелле-и? ун хутне кӗрекене ҫак ир ҫинчех вилӗм аллине памалла; вӑл Турӑ пулсан, хӑйне хӑй хӳтӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӳк вырӑнне ҫӗмӗрнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫав кунран пуҫласа Гедеона ӗнтӗ Иероваал тесе чӗнме пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑх: чӳк вырӑнне ҫӗмӗрнӗшӗн Ваал Гедеонпа хӑй сутлаштӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫав вӑхӑтра мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем, пӗрле пухӑнса, [юханшыв] урлӑ каҫнӑ та Изреель айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="34">Гедеона Турӑ Сывлӑшӗ хупӑрласа илнӗ; вӑл какӑрпа кӑшкӑртнӑ та Авиезер йӑхне хӑй хыҫӗнчен пыма йыхӑрса илнӗ.</verse>
				<verse number="35">Унтан вӑл Манассия ывӑлӗсене чӗнме элчӗсем янӑ, кусем те ун хыҫӗнчен пыма килӗшнӗ; Асир патне те, Завулонпа Неффалим патне те элчӗсем янӑ, вӗсем те ыттисемпе пӗрлешме хирӗҫ тухса пынӑ.</verse>
				<verse number="36">Гедеон Ҫӳлхуҫа Турра каланӑ: Хӑв каланӑ пек, Эсӗ ман аллӑмпа Израиле ҫӑлас пулсассӑн,</verse>
				<verse number="37">акӑ эпӗ ҫакӑнта йӗтем ҫине каснӑ ҫӑм сарса хуратӑп: пӗтӗм ҫӗр типӗ юлса сывлӑм ҫак ҫӑм ҫине ҫеҫ ӳкес пулсассӑн, Эсӗ, Хӑв каланӑ пек, ман аллӑмпа Израиле ҫӑласса пӗлсе тӑрӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Ҫавӑн пек пулнӑ та: вӑл тепӗр кунне ир-ирех тӑрса ҫӑм пӑрма тытӑннӑ та пӗр курка сывлӑм шывӗ пӑчӑртаса кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="39">Вара Гедеон Турра каланӑ: мана ан ҫилленсемччӗ, эпӗ тата тепре ҫеҫ калам-и, тата тепре ҫеҫ ҫӑма сӑнаса пӑхам-и: ҫӑмӗ ҫеҫ типӗ юлтӑр, пӗтӗм ҫӗр ҫине сывлӑм ӳктӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Турӑ ҫав каҫ ҫапла тунӑ та: ҫӑмӗ типӗ пулнӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫине сывлӑм ӳкнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Иероваал, вӑлах Гедеон, тата унпа пӗрле пынӑ халӑх ир-ирех тӑнӑ та Харод ҫӑлӗ патӗнче тапӑра йӗркеленсе тӑнӑ; мадиансен тапӑрӗ вара вӗсенчен ҫурҫӗр енчи айлӑмра Море сӑрчӗ патӗнче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: санпа ытла нумай халӑх килнӗ, Эпӗ мадиансене вӗсен аллине пама пултараймастӑп, ун пек тусассӑн Израиль Ман умӑмра мӑнкӑмӑлланса кайӗ, «мана хамӑн аллӑм хӑтарчӗ» тейӗ;</verse>
				<verse number="3">ҫапла ӗнтӗ халӑх илтсе тӑмалла пӗлтер, кала ӑна: «кам та кам хӑрать-шикленет пулсассӑн, вӑл Галаад тӑвӗ ҫинчен каялла кайтӑр» те. Вара ҫирӗм икӗ пин ҫын каялла кайнӑ, вунӑ пинӗ ҫавӑнта юлнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: халӑх пӗрех нумай-ха; эсӗ вӗсене шыв хӗррине илсе ан, Эпӗ унта сан валли суйласа илӗп; кам та кам ҫинчен Эпӗ: «ку санпа пытӑр» тесессӗн, ҫавӑ санпа пытӑр; кам та кам ҫинчен «санпа ан пытӑр» тесессӗн, вӑл ан та пытӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Гедеон халӑха шыв хӗррине илсе аннӑ. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: кам та кам шыва чӗлхипе йытӑ евӗр лаккаса ӗҫет, ҫавна айккине уйрӑм тӑрат, ыттисене, чӗркуҫленсе ӗҫекенсене, тепӗр енне тӑрат, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ывӑҫӗнчен лаккаса ӗҫекенсем виҫҫӗр ҫын тупӑннӑ; ытти халӑх вара шыва чӗркуҫленсе ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: Эпӗ сире лаккаса ӗҫекен виҫҫӗр ҫынпа ҫӑлӑп, мадиансене сирӗн аллӑра ӳкерӗп, ытти пур халӑхӗ ӗнтӗ килне кайтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Хӑйсем валли вӗсем халӑхран апат-ҫимӗҫпе какӑрсем илсе юлнӑ та, Гедеон израильсене пурне те хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, хӑй патне виҫҫӗр ҫын анчах хӑварнӑ; мадиансен тапӑрӗ вӗсенчен аялта айлӑмра пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӗрле Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: тӑр, тапӑра ан, Эпӗ ӑна сан аллуна паратӑп;</verse>
				<verse number="10">пӗччен кайма хӑратӑн пулсассӑн, Фура тарҫупа пӗрле кай;</verse>
				<verse number="11">эсӗ унта вӗсем мӗн калаҫнине илтӗн, вара аллусем тӗреклӗленӗҫ те, тапӑра кайӑн, тенӗ. Гедеонпа унӑн тарҫи Фура тапӑра аннӑ, вӑрҫа хатӗрленсе тӑнӑ ҫар ҫумӗнчех чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енчен килнисем айлӑмра хӗрлӗ шӑрчӑк пекех йышлӑ пулнӑ; вӗсен тӗвисен шучӗ те пулман, нумай пулнӑ вӗсем — тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пекех.</verse>
				<verse number="13">Гедеон ҫитнӗ. Акӑ пӗри тепӗрине тӗлӗк каласа парать: мадиансен тапӑрӗ тӑрӑх ҫап-ҫавра урпа ҫӑкӑрӗ кусса пырать пек, чатӑр патне ҫитрӗ те ҫавӑ, ӑна вирлӗн кӑна пырса ҫапӑнчӗ те тӳнтерсех ячӗ, чатӑр салансах кайрӗ, тет.</verse>
				<verse number="14">Тепӗри ӑна хуравласа каланӑ: ку вӑл урӑх нимӗн те мар, ку Гедеон хӗҫне — Иоас ывӑлӗн, Израиль ҫыннин хӗҫне — пӗлтерет; Турӑ мадиансемпе пӗтӗм тапӑра унӑн аллине пачӗ иккен, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Тӗлӗк каласа панине, вӑл мӗне пӗлтернине илтсессӗн, Гедеон [Ҫӳлхуҫана] пуҫҫапнӑ та каялла израильсен тапӑрне таврӑннӑ, каланӑ унта: тӑрӑр! мадиансен тапӑрне Ҫӳлхуҫа сирӗн аллӑра пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара вӑл виҫҫӗр ҫынна виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ та вӗсене пурне те какӑрпа пушӑ кӑкшӑм тата кӑкшӑма лартма ҫутаткӑҫ тыттарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Каланӑ вӗсене: ман ҫине пӑхӑр та эпӗ мӗн тунине тӑвӑр; акӑ эпӗ тапӑра анатӑп, эпӗ мӗн тӑватӑп, эсир те ҫавна тӑвӑр;</verse>
				<verse number="18">эпӗ тата манпа пӗрле пыракансем какӑрпа кӑшкӑртса ярсан, эсир те пӗтӗм тапӑр тавра какӑрпа кӑшкӑртса ярӑр, ҫав хушӑра «Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ!» тесе кӑшкӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара ҫур ҫӗр тӗлӗнче Гедеонпа ҫӗр ҫын тапӑр патне пынӑ та, хуралҫӑсене вӑратса, какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, аллинчи кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ӗнтӗ виҫӗ ушкӑнӗ те какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ, сулахай алӑпа ҫутаткӑҫ тытса, сылтӑммипе какӑрпа кӑшкӑртнӑ, хӑйсем: Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="21">Тапӑра йӗри-тавра хупӑрласа илнисем кашнийӗ харпӑр хӑй вырӑнӗнче тӑнӑ; тапӑрта талккӑшӗпе чупкалама пуҫланӑ, кӑшкӑрашнӑ, кайран тарма тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="22">Виҫҫӗр ҫын ҫапла какӑрпа кӑшкӑртнӑ хушӑра Ҫӳлхуҫа тапӑртисене пӗр-пӗрне хирӗҫ хӗҫ ҫӗклемеллех ҫапӑҫтарса янӑ, ӗнтӗ мадиансен ҫарӗ Царера енне Бефшитта хулине ҫитичченех, Табафа ҫывӑхӗнчи Авелмехола чиккине ҫитичченех тарса кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вара Неффалимпа Асир йӑхӗсенчи, пӗтӗм Манассия йӑхӗнчи арҫынсене чӗнсе илнӗ, вӗсем мадиансене хыҫран хӑваланӑ.</verse>
				<verse number="24">Гедеон пӗтӗм Ефрем тӑвӗ ҫине элчӗсем янӑ, унта пурӑнакансене ҫапла калама хушнӑ: мадиансене хирӗҫ тухӑр та Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫисене Бефвара таранах ярса илӗр, тенӗ. Вара Ефрем ывӑлӗсем пурте пуҫтарӑнса тухнӑ та Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫисене Бефара таранах ярса илнӗ;</verse>
				<verse number="25">ҫавӑн чухне мадиансен икӗ ҫулпуҫне — Оривпа Зива — тытнӑ. Орива — Цур-Орив теекен вырӑнта, Зива Иекев-Зив теекен вырӑнта вӗлернӗ, мадиансене вара малалла хӑваласа кайнӑ; Оривпа Зив пуҫӗсене Гедеон патне Иордан леш енне илсе пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ефрем ывӑлӗсем Гедеона ӳпкеленӗ: мадиансемпе ҫапӑҫма кайнӑ чухне мӗншӗн пире чӗнмерӗн? тенӗ. Вӗсем унпа вӑйлӑ хирӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="2">[Гедеон] вӗсене каланӑ: ара, эсир халь мӗн тунине тӑвайрӑм-и эпӗ? Ефрем юлашки иҫӗм ҫырлине татсах пӗтӗм пахчана татнӑ Авиезертан телейлӗрех пулмарӗ-и?</verse>
				<verse number="3">Турӑ мадиансен ҫулпуҫӗсене Оривпа Зива сирӗн аллӑра пачӗ, ара, эпӗ сирӗн пек тӑвайрӑм-и? тенӗ. Гедеон ҫапла каласан, ӑна ӳпкелекенсен кӑмӑлӗ ҫырлахса лӑпланнӑ.</verse>
				<verse number="4">Гедеон Иордан хӗррине аннӑ, хӑй те, хӑйпе пӗрле пынӑ виҫҫӗр ҫын та тепӗр енне каҫнӑ. Тӑшмансене хӑваласа вӗсем ӗшенсе [тата выҫса] ҫитнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл Сокхоф ҫыннисене каланӑ: ман хыҫран пыракан халӑха ҫӑкӑр парсамӑр; вӗсем халтан кайнӑ, эпӗ Зевейпе Салмана, мадиансен патшисене, малалла хӑвалатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Сокхоф пуҫлӑхӗсем каланӑ: ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнӗ те-им, мӗншӗн пирӗн сан ҫарна ҫӑкӑр памалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Гедеон каланӑ вӗсене: ҫакӑншӑн, Зевейпе Салмана Ҫӳлхуҫа ман аллӑма парсассӑн, эпӗ сирӗн ҫан-ҫурӑмӑра пушхир кӳкенӗпе тата шӑллӑ тӑпачӑпа тӑпӑлтарӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Унтан вӑл Пенуэл хулине ҫитнӗ, унта пурӑнакансене те ҫавнах каланӑ, Пенуэл халӑхӗ те ӑна Сокхоф ҫыннисем хуравланӑ пекех хуравланӑ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл Пенуэл ҫыннисене каланӑ: ҫапӑҫу хыҫҫӑн таврӑнсан, ҫак пашнене тӗппипе аркатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Зевейпе Салман ӗнтӗ Каркор теекен вырӑна тарнӑ, вӗсемпе пӗрле пӗр вунпилӗк пинлӗ ҫар, тухӑҫ ҫыннисен ҫарӗнчен чӗрӗ юлнисем, пулнӑ; хӗҫне кӑларнӑ ҫынсенчен ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="11">Гедеон кайран Новӑпа Иогбега хулисенчен тухӑҫ енче, чатӑрсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ те вӗсен пӗр шухӑшсӑр тӑракан тапӑрне аркатса тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="12">Зевейпе Салман малалла тарнӑ; Гедеон вӗсене хыҫран хӑваласа кайнӑ та мадиансен патшисене, Зевейпе Салмана, иккӗшне те ярса тытнӑ, ҫапла пӗтӗм тапӑра шуйхатса ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="13">Гедеон, Иоас ывӑлӗ, вӑрҫӑран вара Херес сӑртлӑхне ҫитсен таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӑл пӗр Сокхоф ачине тытнӑ та унран Сокхоф пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ; ача ҫитмӗл ҫичӗ ҫын ятне ҫырса панӑ.</verse>
				<verse number="15">Вара Гедеон Сокхоф хулине пынӑ та каланӑ унти халӑха: акӑ Зевейпе Салман, вӗсене пула манран кулманччӗ-и эсир, «ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнӗ те-им, мӗншӗн пирӗн сан ӗшеннӗ ҫыннусене ҫӑкӑр памалла» теменччӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл ӗнтӗ хулан аслӑ ҫыннисене пухнӑ та, пушхир кӳкенӗпе шӑллӑ тӑпачӑ илсе, Сокхоф ҫыннисене ҫавӑнпа асап кӑтартнӑ;</verse>
				<verse number="17">Пенуэл пашнине те ишсе антарнӑ, хула ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="18">Зевейпе Салмана каланӑ: эсир Фавор тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ ҫынсем мӗнлерехчӗ? тенӗ. Лешӗсем каланӑ: вӗсем сан евӗрлӗччӗ, кашнийӗ патша ывӑлӗ пекехчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">[Гедеон] каланӑ: манӑн тӑванӑмсем, аннемӗн ывӑлӗсем пулнӑ вӗсем. Ҫӳлхуҫа курать! эсир вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ пулсассӑн, эпӗ сире вӗлермен пулӑттӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара вӑл хӑйӗн малтанхи ывӑлне Иефера каланӑ: тӑр, вӗлер вӗсене, тенӗ. Анчах та яш ачи ҫамрӑк пулнӑ-ха, хӗҫне кӑларма хӑранӑ.</verse>
				<verse number="21">Зевейпе Салман каланӑ: тӑр та ху вӗлер пире, мӗншӗн тесессӗн ҫынна кура вӑйӗ, тенӗ. Гедеон тӑнӑ та Зевейпе Салмана вӗлернӗ, унтан вӗсен тӗвисен мӑйӗнчен ҫакса янӑ тӑхисене салтса илнӗ.</verse>
				<verse number="22">Израиль халӑхӗ Гедеона каланӑ: эсӗ пире мадиансен аллинчен хӑтартӑн, ҫавӑнпа пирӗн пуҫ пул, ывӑлу та, ывӑлун ывӑлӗ те пире тытса тӑччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Гедеон вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн пуҫ пулаймӑп, ман ывӑлӑм та пуҫ пулаймӗ; сире Ҫӳлхуҫа тытса тӑтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Гедеон вӗсене тата ҫапла каланӑ: эпӗ сирӗнтен пӗр япала ҫеҫ ыйтатӑп, хӑвӑр тупӑшӑртан мана кашнийӗ пӗрер хӑлха алки патӑр, тенӗ. [Тӑшмансен ку япала нумай пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем, Измаил ывӑлӗсем, хӑлха алкипе ҫӳренӗ.]</verse>
				<verse number="25">Халӑх: паратпӑр, тенӗ. Вара тумтир сарса хунӑ та кашнийӗ ҫавӑнта хӑй тупӑшӗнчен пӗрер хӑлха алки пӑрахса панӑ.</verse>
				<verse number="26">Гедеон ыйтса илнӗ ылтӑн алкасем пин те ҫичҫӗр ылтӑн [сикль] тайнӑ, унсӑр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӑха, тӳме, мадиансен патшисенчен хывса илнӗ хӗрхӗлтӗм тум тата тӗвесен мӑйӗнчен салтса илнӗ ылтӑн вӑчӑра пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫакӑнтан Гедеон ефод тунӑ, ӑна вӑл хӑй хулинче, Офрӑра, упранӑ, Израиль халӑхӗ ӗнтӗ ҫавӑнта пуҫҫапма ҫӳре пуҫланӑ, Гедеонпа унӑн пӗтӗм килӗшӗн вӑл серепе пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла вара мадиансем Израиль ывӑлӗсене парӑннӑ та урӑх пуҫ ҫӗклемен, Гедеон вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫинче хӗрӗх ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.</verse>
				<verse number="29">Ӗнтӗ Иероваал, Иоас ывӑлӗ, килне таврӑннӑ, хӑйӗн килӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="30">Гедеонӑн ҫитмӗл ывӑл пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ун арӑм нумай пулнӑ.</verse>
				<verse number="31">Унӑн ҫум-арӑм та пулнӑ, вӑл Сихем хулинче пурӑннӑ, ҫавӑ ӑна ывӑл ҫуратса панӑ, Гедеон ӑна Авимелех ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="32">Гедеон, Иоас ывӑлӗ, ватта ҫитсе вилнӗ, ӑна Авиезер ӑрӑвӗн хулинче Офрӑра ашшӗ тупӑклӑхне пытарнӑ.</verse>
				<verse number="33">Гедеон вилсен Израиль ывӑлӗсем каллех Ваалсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме пуҫланӑ, вӗсем Ваалверифа хӑйсен турри вырӑнне хунӑ;</verse>
				<verse number="34">Израиль ывӑлӗсем хӑйсене йӗри-тавраллах хупӑрласа тӑнӑ пур тӑшман аллинчен те хӑтарса тӑнӑ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине аса та илмен;</verse>
				<verse number="35">вӗсем Израиле нумай ырӑ тунӑ Иероваал, е Гедеон, килне те хисеплеме пӗлмен.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Авимелех, Иероваал ывӑлӗ, Сихем хулине амӑшӗн тӑванӗсем патне кайнӑ та вӗсене тата кукашшӗн пӗтӗм йӑхне ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Сихем ҫыннисене ӑс парӑр: сирӗншӗн Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлӗ пуҫ пулни лайӑхрах-и е пӗр ҫын пуҫ пулни аванрах-и? аса илӗр-ха, эпӗ сире юнпа та, ӳтпе те тӑван, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Амӑшӗн тӑванӗсем вара Сихем халӑхне ҫапла каласа ӳкӗте килтернӗ; ҫынсен чӗри Авимелех майлӑ ҫаврӑннӑ, вӗсем: вӑл пирӗн тӑван, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӑна Ваалвериф ҫуртӗнчен ҫитмӗл сикль кӗмӗл панӑ; ҫав укҫапа Авимелех ҫапкаланчӑксемпе куштансене тара тытнӑ, лешӗсем ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл Офра хулине ашшӗ килне пынӑ та хӑйӗн тӑванӗсене, Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлне, пӗр чул ҫинче вӗлернӗ. Иероваалӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Иофам ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл тарса пытаннӑ.</verse>
				<verse number="6">Кайран Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килӗ пӗрле пуҫтарӑнса Сихем ҫывӑхӗнчи юман патне кайнӑ та Авимелехе патшана лартнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫакӑн ҫинчен Иофама каласа панӑ, вӑл вара Гаризим тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ та ун тӑррине тӑрса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Сихем ҫыннисем, итлӗр мана, вара сире Турӑ та итлӗ!</verse>
				<verse number="8">Пӗррехинче йывӑҫсем хӑйсене тытса тӑма патша лартасшӑн пулнӑ, вӗсем ҫу йывӑҫҫине каланӑ: пирӗн патша пулсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫу йывӑҫҫи каланӑ вӗсене: ара, ман ҫӑвӑмпа турӑсемпе ҫынсене чыслаҫҫӗ те, ӑна пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Йывӑҫсем смоква йывӑҫҫине каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Смоква йывӑҫҫи каланӑ: пылакӑма, тутлӑ ҫимӗҫӗме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Йывӑҫсем иҫӗм йывӑҫне каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иҫӗм йывӑҫӗ каланӑ вӗсене: турӑсемпе ҫынсене хаваслантаракан сӗткеме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Юлашкинчен пӗтӗм йывӑҫ кӳкене каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Кӳкен йывӑҫсене ҫапла каланӑ: эсир мана хӑвӑра тытса тӑма патшана лартса тӗрӗс тӑватӑр пулсан — килӗр, ман сулхӑнӑмра канӑр; апла мар пулсан, кӳкенрен вут тухӗ те Ливан кедрӗсене ҫунтарса ярӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫапла ӗнтӗ шутласа пӑхӑр-ха, Авимелехе патшана лартса тӗрӗс турӑр-и эсир, тӳррине турӑр-и? Иероваалпа ун кил-йышне мӗн кӑтартрӑр, аван турӑр-и, вӑл ырӑ тунине мӗнпе тавӑртӑр эсир?</verse>
				<verse number="17">Манӑн аттем сирӗншӗн ҫапӑҫрӗ, хӑй пурӑнӑҫне хӗрхенмерӗ, сире мадиансен аллинчен хӑтарчӗ;</verse>
				<verse number="18">халӗ вара эсир ман аттемӗн килне хирӗҫ тӑратӑр, аттемӗн ҫитмӗл ывӑлне пӗр чул ҫинче вӗлертӗр те Авимелехе, хӑрхӑм ывӑлне, вӑл сире тӑван тивнипе Сихем патшине лартрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Эхер те эсир халӗ Иероваалпа ун килне ҫакна кӑтартса тӗрӗс турӑр пулсан, тӳррине турӑр пулсан, [сире пиллӗх ҫиттӗр,] Авимелехшӗн савӑнӑр, вӑл вара сирӗншӗн савӑнтӑр;</verse>
				<verse number="20">апла мар пулсан, Авимелехрен вут тухтӑр та Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килне ҫунтарса ятӑр, Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килӗнчен те вут тухтӑр, Авимелехе ҫунтарса ятӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫапла каланӑ та Иофам чупсах тарнӑ, вӑл Беэр хулине кайнӑ, унта хӑйӗн тӑванӗнчен Авимелехрен пытанса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="22">Авимелех виҫӗ ҫул хушши Израиль патшинче ларнӑ.</verse>
				<verse number="23">Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлӗшӗн тавӑрма, вӗсен юнӗ вӗлерекене — хӑйсен тӑванне, хӑйӗн тӑванӗсене вӗлернӗ Авимелехе — тата унӑн аллине хӑйӗн тӑванӗсене вӗлерме тӗрек хушнӑ Сихем ҫыннисене ҫиттӗр тесе, Турӑ Авимелехпе Сихем халӑхӗ хушшине усал сывлӑш янӑ, вара Сихем халӑхӗ Авимелехе пӑхӑнми пулнӑ.</verse>
				<verse number="24"></verse>
				<verse number="25">Авимелехе вӑрттӑн тапӑнса тытас шутпа Сихем ҫыннисем ту тӑррисене пытанса ларнӑ, ҫавсем хӑйсен тӗлӗпе иртсе ҫӳрекенсене пурне те ҫаратнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Авимелехе хыпар ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="26">Евед ывӑлӗ Гаал та хӑйӗн тӑванӗсемпе Сихем хулине пынӑ, вӗсем хула тӑрӑх ҫӳренӗ, Сихем ҫыннисем ҫав Гаала шанса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсем хире тухнӑ, иҫӗм ҫырли татнӑ, ӑна юхтаркӑчра таптаса, сӗткенне юхтарнӑ, уяв тунӑ, хӑйсен турри ҫуртне ҫӳренӗ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, Авимелехе ылханнӑ.</verse>
				<verse number="28">Гаал, Евед ывӑлӗ, каланӑ: Авимелех кам вара вӑл, Сихемӗ мӗнех тата, мӗншӗн вӗсене пӑхӑнмалла пирӗн? Ара, вӑл Иероваал ывӑлӗ мар-и, ун аслӑ пуҫлӑхӗ Зевул мар-и? Ӑна пӑхӑниччен Сихем ашшӗн, Емморӑн, йӑхне пӑхӑнни лайӑхрах мар-и? Авимелехе мӗне кура ӗҫлесе тӑмалла пирӗн?</verse>
				<verse number="29">Эхер те кам та пулин ҫак халӑха ман аллӑма парас пулсан, эпӗ Авимелехе хӑваласа янӑ пулӑттӑм, тенӗ. Вара Авимелехе каланӑ пулнӑ: ҫарна йышлӑлат та хирӗҫ тух, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Зевул, хула пуҫлӑхӗ, Евед ывӑлӗ Гаал мӗн каланине илтсен питӗ хытӑ ҫилленнӗ.</verse>
				<verse number="31">Вара вӑл, чее мел тупса, Авимелех патне элчӗсем ярать, вӗсене ҫапла калама хушать: акӑ Гаал, Евед ывӑлӗ, тата унӑн тӑванӗсем Сихеме килчӗҫ, акӑ халӑха сана хирӗҫ пӑлхатаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="32">эсӗ ӗнтӗ хӑвӑн халӑхупа пӗрле ҫӗрле тӑрса тух та хирте пытанса лар;</verse>
				<verse number="33">ирхине вара, ир-ирех тӑрса, хӗвел тухнӑ чухнех, хулана тапӑн; вӑл хӑйӗн халӑхӗпе сана хирӗҫ тухӗ, эсӗ вара аллу мӗн тӑваять, вӗсене ҫавна кӑтарт тейӗр, тет.</verse>
				<verse number="34">Авимелехпе унӑн пӗтӗм халӑхӗ вара ҫӗрле тӑрса тухнӑ та Сихем ҫывӑхӗнче тӑватӑ ушкӑнпа пытанса ларнӑ.</verse>
				<verse number="35">[Ирхине] Гаал, Евед ывӑлӗ, хула хапхи умне тухса тӑнӑ; Авимелехпе унӑн халӑхӗ те хӑйсем пытанса ларнӑ ҫӗртен тухнӑ.</verse>
				<verse number="36">Гаал, ҫав халӑха курсан, Зевула калать: авӑ ту тӑрринчен халӑх анать, тет. Зевул ӑна каланӑ: ту мӗлки сана халӑх пек курӑнать, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Гаал каллех каланӑ: авӑ тӳпемрен халӑх анать, пӗр ушкӑнӗ Меонним юманӗ енчен килет, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Зевул ӑна каланӑ: эсӗ «Авимелехе пӑхӑнса тӑма камах вара вӑл?» теменччӗ-и-ха? Эсӗ ҫак халӑха нимӗн вырӑнне те хумарӑн, халӗ тух та ҫапӑҫ унпа, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Гаал ӗнтӗ ҫапӑҫма тухнӑ, Сихем ҫыннисене ертсе малта пынӑ, Авимелехпе тытӑҫса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="40">Авимелех ӑна хыҫран хӑваланӑ, Гаал унран тарнӑ, хула хапхине ҫитиччен темӗн чухлӗ ҫын виле-виле выртса юлнӑ.</verse>
				<verse number="41">Авимелех Арума теекен вырӑнта юлнӑ, Гаалпа ун тӑванӗсене Зевул текех Сихем хулинче пурӑнма паман, унтан хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="42">Тепӗр кунне халӑх хире тухнӑ, ҫакӑн ҫинчен Авимелехе хыпар ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="43">Вӑл хӑйӗн халӑхне виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ та вӗсене хирте пытанса ларма хушнӑ. Хуларан халӑх тухнине курсан, ӑна тапӑнса, пӗтӗмпе аркатса тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="44">Авимелех хӑй ертсе пынӑ ушкӑнӗпе хула хапхине хупӑрласа илнӗ хушӑра ытти икӗ ушкӑнӗ хирти ҫынсене тапӑннӑ, вӗсене вӗлерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="45">Ҫав кун Авимелех кунӗпех хулапа ҫапӑҫнӑ, хулана ярса илнӗ, унти халӑха пӗтернӗ, хулине вара тӗппипе аркатса, ун вырӑнне тӑвар сапса тухнӑ.</verse>
				<verse number="46">Ҫакӑн ҫинчен илтсен, Сихем пашнинче пулнӑ пӗтӗм ҫын Ваал-Вериф ҫурчӗн пашнине тарса пытаннӑ.</verse>
				<verse number="47">Унччен Сихем пашнине пытаннӑ пӗтӗм ҫын халь ҫавӑнта пуҫтарӑнни ҫинчен Авимелехе хыпар ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="48">Авимелех тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх Селмон тӑвӗ ҫине кайнӑ, Авимелех хӑйпе пӗрле пуртӑсем илнӗ пулнӑ, йывӑҫ турачӗсем касса хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та вӑл каланӑ халӑха: эсир эпӗ мӗн тунине куртӑр; часрах эсир те эпӗ тунине тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Вара пӗтӗм халӑх, кашнийӗ, турат касса, ӑна Авимелех хыҫҫӑн йӑтса кайса, пашне ҫумне ҫитерсе пӑрахнӑ, унтан вут тивертнӗ, ҫапла пашнене ҫунтарса янӑ, Сихем пашнинче пулнисем — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пине яхӑн ҫын — ҫакӑнта пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="50">Ун хыҫҫӑн Авимелех Тевец хули ҫине кайнӑ, ӑна хупӑрласа туртсах илнӗ.</verse>
				<verse number="51">Хула варринче тӗреклӗ пашне пулнӑ, арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пӗтӗм хула халӑхӗ ҫавӑнта тарса пытаннӑ, питӗрӗнсе илсе пашне тӑррине хӑпарнӑ.</verse>
				<verse number="52">Авимелех пашне патне ҫитсе ӑна хупӑрласа илнӗ, вут тивертес шутпа ун алӑкӗ патне пынӑ.</verse>
				<verse number="53">Ҫавӑн чухне пӗр хӗрарӑм Авимелех ҫине арман чул катӑкӗ пӑрахса ӑна пуҫӗнчен шӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="54">[Авимелех] тӳрех хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне йӑтса ҫӳрекен ҫамрӑк ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: ман ҫинчен «ӑна хӗрарӑм вӗлернӗ» тесе ан калаччӑр, ҫавӑнпа хӗҫне кӑлар та вӗлер мана, тенӗ. Вара ӑна ҫавӑ чиксе пӑрахнӑ, Авимелех вилнӗ.</verse>
				<verse number="55">Израиль ҫыннисем, Авимелех вилнине курсассӑн, кашнийӗ хӑйӗн килне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="56">Хӑйӗн ҫитмӗл тӑванне вӗлерсе ашшӗне усал тунӑшӑн Авимелехе Турӑ ҫапла тавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="57">Сихем ҫыннисен усал ӗҫне те Турӑ хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑрнӑ; вӗсене Иофамӑн, Иероваал ывӑлӗн, ылханӗ ҫитнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Авимелех вилнӗ хыҫҫӑн Израиле ҫӑлма Фола ҫӗкленнӗ. Вӑл Иссахар йӑхӗнчен тухнӑ, ун ашшӗ Фуа пулнӑ, Фуа ашшӗ Додов пулнӑ. Вӑл Ефрем тӑвӗ ҫинчи Шамир хулинче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл ҫирӗм виҫӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ, Фола вилнӗ, ӑна Шамирта пытарнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ун хыҫҫӑн Галаад ҫӗрӗнчен Иаир ҫӗкленнӗ, вӑл ҫирӗм икӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Унӑн вӑтӑр [икӗ] ывӑл пулнӑ, вӗсем вӑтӑр [икӗ] ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ, вӗсен вӑтӑр [икӗ] хула пулнӑ; паян кунчченех вӗсене Иаир хулисем теҫҫӗ, вӗсем Галаад ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="5">Иаир вилнӗ, ӑна Камон хулине пытарнӑ.</verse>
				<verse number="6">Израиль ывӑлӗсем ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тума пӑрахман, вӗсем Ваалсемпе Астартӑсене, арамейсен туррисене, Сидон туррисене, моавсен туррисене, аммонсен туррисене, филистимсен туррисене пуҫҫапнӑ; Ҫӳлхуҫана маннӑ, Уншӑн ӗҫлемен.</verse>
				<verse number="7">Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл Израиле филистимсемпе аммонсен аллине панӑ;</verse>
				<verse number="8">Иордан леш енче, Галаада кӗрекен аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене вӗсем вунсакӑр ҫул хушши хӗссе тӑнӑ, асаплантарнӑ.</verse>
				<verse number="9">Юлашкинчен, Аммон ывӑлӗсем Иудӑпа Вениамина тата Ефрем килне хирӗҫ ҫапӑҫма Иордан урлӑ каҫнӑ. Израиль ывӑлӗсене калама ҫук йывӑр килнӗ.</verse>
				<verse number="10">Израиль ывӑлӗсем вара Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархасланӑ, ҫапла каланӑ вӗсем: хамӑрӑн Туррӑмӑра манса, Ваала пуҫҫапса, эпир Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене каланӑ: сире Египет ҫыннисем, аморрейсем, аммонсем, филистимсем,</verse>
				<verse number="12">Сидон ҫыннисем, амаликсем, моавсем хӗсӗрлеменччӗ-и, эсир Мана тархасласан вара Эпӗ сире вӗсен аллинчен хӑтарманччӗ-и?</verse>
				<verse number="13">Эсир вара, Мана манса, ытти турӑсене пуҫҫапма тытӑнтӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире урӑх ҫӑлассӑм ҫук;</verse>
				<verse number="14">кайӑр та хӑвӑр суйласа илнӗ турӑсене йӑлӑнӑр, хӑвӑршӑн хӗн-асаплӑ вӑхӑтра сире ҫавсем ҫӑлса тӑччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫылӑха кӗтӗмӗр эпир; Эсӗ пире мӗн тӑвас тетӗн, ҫавӑн пек ту, анчах халӗ хӑтарсамччӗ пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара вӗсем ют турӑсене пуҫҫапма пӑрахнӑ та Ҫӳлхуҫана [анчах] ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израиль асапланнине текех чӑтса тӑрайман.</verse>
				<verse number="17">Аммонсем пӗрле пуҫтарӑннӑ та Галаадра тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ; Израиль ывӑлӗсем те пуҫтарӑннӑ, вӗсем Массифа теекен вырӑна тапӑра тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Халӑхпа Галаад ҫулпуҫӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: кам та кам аммонсене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫлать, ҫавӑ пӗтӗм Галаад пуҫлӑхӗ пулӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Галаад ҫынни Иеффай питӗ паттӑр пулнӑ. Вӑл аскӑн хӗрарӑм ывӑлӗ пулнӑ; ун ашшӗ Галаад пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Галаад арӑмӗ темиҫе ывӑл ҫуратса панӑ. Ҫитӗнсе ҫитсен, ҫав ывӑлсем Иеффая хӑваласа янӑ, каланӑ ӑна: эсӗ урӑх хӗрарӑм ывӑлӗ, ҫавӑнпа эсӗ пирӗн аттемӗр килӗнче еткерлӗх пая кӗрес ҫын мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иеффай вара, хӑйӗн тӑванӗсенчен тарса, Тов ҫӗрӗнче пурӑннӑ; ун тавра ӗнтӗ ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекенсем пуҫтарӑннӑ, вӗсем унпа пӗрле тухса хурах пусса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="4">Кӑштахран аммонсем Израиле хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="5">Аммонсемпе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Тов ҫӗрне Иеффая чӗнме пынӑ,</verse>
				<verse number="6">вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: таврӑн, пирӗн ҫулпуҫ пул, аммонсемпе ҫапӑҫар, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иеффай Галаадӑн аслӑ ҫыннисене каланӑ: мана курайманнисем эсир марччӗ-и-ха, аттемӗн килӗнчен хӑваласа яракансем эсир марччӗ-и? инкеке лексен, халь ман патӑма килтӗр-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Иеффая каланӑ: эпир сана хамӑрпа пӗрле пыма, Аммон ывӑлӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма чӗнетпӗр, эпир сана пӗтӗм Галаад халӑхӗн пуҫлӑхӗ пулма ыйтатпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Галаадӑн аслӑ ҫыннисене Иеффай каланӑ: эсир мана каялла таврӑнса аммонсемпе ҫапӑҫма ӳкӗте кӗртсен, Ҫӳлхуҫа вӗсене ман аллӑма парсан, эпӗ сирӗн патӑрта пуҫлӑхра юлӑп-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Иеффая каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа кӳнтелен пултӑр, эпир эсӗ каланӑ пек тӑвӑпӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иеффай вара Галаадӑн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле кайнӑ, халӑх ӑна хӑйӗн пуҫлӑхӗ, хӑйӗн ҫулпуҫӗ тунӑ, Иеффай Массифа хулинче Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑй калассине пӗтӗмпех каланӑ.</verse>
				<verse number="12">Аммонсен патши патне Иеффай элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: санӑн манпа мӗн ӗҫ пур, эсӗ мӗншӗн ман ҫӗрӗм ҫине ҫапӑҫма килтӗн?</verse>
				<verse number="13">Аммонсен патши Иеффай элчисене каланӑ: Египетран килнӗ чухне Израиль ман ҫӗрӗме Арнон шывӗнчен пуҫласа Иавокпа Иордан шывӗсем таран туртса илчӗ; ҫавна ху ирӗкӳпе тавӑрса пар мана, [вара каялла кайӑп,] тенӗ.</verse>
				<verse number="14">[Элчӗсем Иеффай патне таврӑннӑ.] Аммон патши патне Иеффай каллех элчӗсем янӑ,</verse>
				<verse number="15">ӑна ҫапла калама хушнӑ: Иеффай акӑ мӗнле калать: Израиль Моав ҫӗрне те, Аммон ҫӗрне те илмен;</verse>
				<verse number="16">Египетран тухсан, Израиль пушхир урлӑ Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ, Кадеса ҫитнӗ;</verse>
				<verse number="17">Израиль ҫавӑнтан Эдом патши патне элчӗсем янӑ, каланӑ ӑна: «Мана хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ» тенӗ; анчах Эдом патши ӳкӗте кӗмен; Моав патши патне те элчӗсем янӑ вӑл, анчах ку та хирӗҫ пулнӑ; ҫавӑнпа Израиль Кадесрах юлнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вара халӑх пушхирпе кайнӑ, Эдом ҫӗрӗпе Моав ҫӗрӗнчен иртсе моавсен тухӑҫ енчи чиккине ҫитнӗ, Арнон леш енче чарӑнса тӑнӑ; анчах Моав ҫӗрне кӗмен, мӗншӗн тесессӗн Арнон шывӗ Моав чикки пулать.</verse>
				<verse number="19">Унтан Израиль Сигон патне — аморрейсен патшипе Есевон патши патне — элчӗсем янӑ, Израиль ӑна ҫапла каланӑ: пире хамӑр вырӑна хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Анчах Сигон Израиль халӑхне хӑй ҫӗрӗ урлӑ каҫма ирӗк паман, вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Иааца хулинче тапӑрпа ларнӑ та Израильпе тытӑҫса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Сигонпа унӑн пӗтӗм халӑхне Израиль аллине панӑ, вӑл вара вӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Израиль ӗнтӗ ҫак вырӑнта пурӑннӑ аморрейсен пӗтӗм ҫӗрне еткерлӗхе илнӗ;</verse>
				<verse number="22">вӗсем аморрейсен пӗтӗм ҫӗрне — Арнонтан пуҫласа Иавок таран, пушхиртен пуҫласа Иордан таран — еткерлӗхе илнӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла вара Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, аморрейсене Хӑйӗн Израиль халӑхӗ умӗнчен хӑваласа янӑ, эсӗ вара ун еткерне туртса илесшӗн-и?</verse>
				<verse number="24">Эсӗ Хамос, хӑвӑн турру, мӗн панипе хуҫа пулса пурӑнмастӑн-и? Эпир те хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр панӑ еткерлӗхпе хуҫа пулса пурӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="25">Ара, эсӗ Валакран — Сепфор ывӑлӗнчен, Моав патшинчен — аванрах-им? Вӑл Израильпе хирӗҫнӗ-и е унпа ҫапӑҫнӑ-и?</verse>
				<verse number="26">Израиль ӗнтӗ виҫҫӗр ҫул Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Ароерта тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Арнон ҫывӑхӗнчи пӗтӗм хулара пурӑнать; ара, эсир [вӗсене] мӗншӗн малтанах туртса илмен?</verse>
				<verse number="27">Сан умӑнта айӑпӑм ҫук манӑн, эсӗ вара, мана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса, ман тӗлӗшрен усал ӗҫ тӑватӑн. Ҫӳлхуҫа Тӳре паян Израиль ывӑлӗсемпе аммонсем хушшинче тӳре пултӑр! тесе калӑр, тенӗ элчисене Иеффай.</verse>
				<verse number="28">Анчах та аммонсен патши элчӗсем пӗлтернӗ Иеффай сӑмахне тӑна илмен.</verse>
				<verse number="29">Иеффай ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ, вӑл Галаад ҫӗрӗпе тата Манассия ҫӗрӗпе иртсе Галаад ҫӗрӗнчи Массифа хули патне ҫитнӗ, Галаад ҫӗрӗнчи Массифӑран аммонсене хирӗҫ тухнӑ.</verse>
				<verse number="30">Иеффай ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах парса хунӑ: Эсӗ аммонсене ман аллӑма парсассӑн,</verse>
				<verse number="31">эпӗ аммонсене ҫӗнтерсе таврӑнсассӑн, тӑван килӗм хапхинчен мана хирӗҫ мӗн тухӗ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана пулӗ, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Иеффай вара аммонсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ун аллине панӑ;</verse>
				<verse number="33">вӗсене питӗ вӑйлӑ аркатса тӑкнӑ, Ароер патӗнчен пуҫласа Миниф патне ҫитиччен ҫирӗм хула туртса илнӗ, Авель-Керамим таранах ярса илнӗ, вара Аммон халӑхӗ Израиль ывӑлӗсене парӑннӑ.</verse>
				<verse number="34">Иеффай ӗнтӗ килне, Массифа хулине, таврӑннӑ, акӑ ӑна хирӗҫ хӗрӗ тӳнкӗр ҫапса, хавассӑн юрласа тухать: вӑл унӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ, унӑн урӑх ывӑл та, хӗр те пулман.</verse>
				<verse number="35">Ҫакна курсассӑн, ашшӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та каланӑ: ах, хӗрӗм, хӗрӗм! эсӗ мана ҫапсах хуҫрӑн; эсӗ те ман канӑҫлӑхӑма пӗтерекенсен шутӗнче-ҫке! эпӗ [сан ҫинчен] Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнтӑм, ӗнтӗ ӑна каялла тӑваймӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Хӗрӗ ӑна каланӑ: аттемҫӗм! эсӗ мана Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче асӑннӑ — Ҫӳлхуҫа тӑшманусене, аммонсене, сан урлӑ тавӑрнӑ чухне мӗн тума пултӑн, ӗнтӗ ҫавна ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Ашшӗне вӑл татах каланӑ: маншӑн эсӗ ҫакна анчах ту: икӗ уйӑхлӑха яр мана; эпӗ хӗр-тусӑмсемпе пӗрле ту ҫине кайӑп та унта хамӑн хӗрлӗхшӗн хурланса йӗрӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Ашшӗ ӗнтӗ: каях, тенӗ. Вара хӗрне икӗ уйӑхлӑха килтен янӑ. Хӗрӗ, хӑйӗн хӗр-тусӗсемпе пӗрле ту ҫине кайса, хӑйӗн хӗрлӗхӗшӗн хурланса йӗнӗ.</verse>
				<verse number="39">Икӗ уйӑхран вӑл ашшӗ патне таврӑннӑ, лешӗ вара хӑй мӗн асӑнса хунине тунӑ, ҫапла унӑн хӗрӗ арҫынпа ҫывӑхланса курман. Ҫакӑ Израиль йӑлине кӗрсе юлнӑ:</verse>
				<verse number="40">Израиль хӗрӗсем кашни ҫулах ту ҫине кайса тӑватӑ кун хушши Галаад ҫыннин Иеффайӑн хӗрӗшӗн хӳхленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ефрем ывӑлӗсем шыв урлӑ каҫса Севина хулине пуҫтарӑннӑ та Иеффая ӳпкеленӗ: аммонсемпе ҫапӑҫма кайнӑ чухне мӗншӗн эсӗ пире чӗнмерӗн? эпир сана хӑвӑн килӳ-ҫуртупа пӗрле вутпа ҫунтарса яратпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Иеффай вӗсене каланӑ: эпӗ тата ман халӑхӑм аммонсемпе вӑйлӑ хирӗҫнӗччӗ; эпӗ сире чӗнтӗм, анчах эсир мана вӗсен аллинчен ҫӑлмарӑр;</verse>
				<verse number="3">эсӗ мана ҫӑлас ҫуккине курсан, эпӗ, пурӑнӑҫӑма хӗрхенмесӗр, аммонсене хирӗҫ тухрӑм, Ҫӳлхуҫа вӗсене ман аллӑма ӳкерчӗ; мӗншӗн эсир халӗ манпа ҫапӑҫма килтӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иеффай вара пӗтӗм Галаад халӑхне пухнӑ та Ефрем ывӑлӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Галаад халӑхӗ Ефрем ывӑлӗсене пӗтерсе тӑкнӑ, каланӑ вӗсене: эсир — Ефрем таркӑнӗсем, Галаад вара Ефрем хушшинче, Манассия хушшинче пурӑнать, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Галаад ҫыннисем Ефрем ывӑлӗсенчен Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫине туртса илнӗ, Ефрем йӑхӗнчен чӗрӗ юлнисем кам та пулин «Мана тепӗр енне каҫма ирӗк парсамӑр» тесен, Галаад ҫыннисем унран: эсӗ Ефрем ҫынни мар-и? тесе ыйтнӑ. Лешӗ: ҫук, Ефрем мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Галаадсем ӑна: «шибболет тесе кала-ха» тенӗ, лешӗ тӗрӗс калайман, «сибболет» тенӗ. Вара ҫав ҫынна Иордан хӗрринче шыв каҫҫи патӗнчех чиксе пӑрахнӑ. Ҫавӑн чухне Ефрем ывӑлӗсенчен хӗрӗх икӗ пин ҫын пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="7">Иеффай ултӑ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ, Галаад ҫынни Иеффай вилнӗ, ӑна Галаадри пӗр хулара пытарнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Вифлеем ҫынни Есевон пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Унӑн вӑтӑр ывӑл пулнӑ, ун килӗнчен вӑтӑр хӗр [качча] тухнӑ, ывӑлӗсем валли айккинчен хӗр илсе, вӑтӑр кин кӳртнӗ, Есевон ҫичӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Есевон вилнӗ, ӑна Вифлеемра пытарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Завулон йӑхӗнчен тухнӑ Елон пулнӑ, вунӑ ҫул хушши Израиле сут туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Завулон ҫынни Елон вилнӗ, ӑна Завулон ҫӗрӗнчи Аиалон хулинче пытарнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Авдон — Гиллел ывӑлӗ, Пирафон ҫынни — пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Унӑн хӗрӗх ывӑлпа вӑтӑр мӑнук пулнӑ, вӗсем ҫитмӗл ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ; вӑл Израиле сакӑр ҫул хушши сут туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Авдон — Гиллел ывӑлӗ, Пирафон ҫынни — вилнӗ, ӑна Ефрем ҫӗрӗнчи Амалик тӑвӗ ҫинче ларакан Пирафон хулинче пытарнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Израиль ывӑлӗсем ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тума пӑрахман, Ҫӳлхуҫа вара вӗсене хӗрӗх ҫула филистимсен аллине панӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав вӑхӑтра Цора хулинче Маной ятлӑ ҫын пурӑннӑ; вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ; ун арӑмӗ хӗсӗр пулнӑ, ача ҫуратман.</verse>
				<verse number="3">Ҫав арӑма Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ, каланӑ ӑна: акӑ эсӗ хӗсӗр, ача ҫуратмастӑн; анчах эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн;</verse>
				<verse number="4">эппин, асӑрхан — эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи;</verse>
				<verse number="5">акӑ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн, ун пуҫне ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ача мӗн ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ пулӗ, вӑл Израиль халӑхне филистимсен аллинчен ҫӑлма пикенӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Арӑм ӗнтӗ упӑшкине пырса каланӑ: ман патӑма Турӑ ҫынни килсе кайрӗ, пӑхма хӑй Турӑ Ангелӗ евӗрлӗ, питех те сумлӑ курӑнать; эпӗ унран ӑҫтан килнине ыйтмарӑм, вӑл та мана хӑй ятне каламарӗ, тенӗ;</verse>
				<verse number="7">вӑл мана ҫапла каларӗ: «Акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; эппин, эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӗн ҫуралса мӗн виличченех Турӑ назорейӗ пулӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="8">Маной Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ янӑ Турӑ ҫынни пирӗн пата тепре килинччӗ, пире ҫуралас ачана мӗнле пӑхмаллине вӗрентинччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ Маной сассине илтнӗ, ун арӑмӗ патне каллех Турӑ Ангелӗ пынӑ, ун чухне арӑм хирте пулнӑ, Маной, упӑшки, унпа пӗрле пулман.</verse>
				<verse number="10">Арӑмӗ тӳрех упӑшки патне чупнӑ, хыпар пӗлтерсе ӑна: ман патӑма каллех пӗркун килнӗ ҫын ҫитрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Маной хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле ҫав ҫын патне пынӑ та каланӑ: ҫак хӗрарӑмпа калаҫнӑ ҫын эсӗ пулатӑн-и? тенӗ. [Ангел] каланӑ: эпӗ пулатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Маной каланӑ: апла ӗнтӗ, эсӗ каланӑ сӑмах тӳрре килсен, пирӗн ҫав ачапа мӗнле пулмалла, ӑна мӗнле пӑхмалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Маноя каланӑ: эпӗ арӑмна мӗнрен сыхланма каланӑ, вӑл та ҫавӑнтанах сыхлантӑр;</verse>
				<verse number="14">вӑл иҫӗм йывӑҫҫи паракан нимӗнле ҫимӗҫе те ан ҫитӗр; эрех те, ҫиккер те ан ӗҫтӗр, нимӗнле таса мар апат та ан ҫитӗр, эпӗ унӑн амӑшне мӗн хушрӑм, пурне те ҫавӑн пек тутӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Маной Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: эпир сан валли качака путекки хатӗрлӗпӗр, хӑвна ҫавӑнччен тытса тӑма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ: эсӗ мана тытса тӑрас пулсан та, эпӗ сан ҫӑкӑрна ҫиес ҫук; Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрес тетӗн пулсан, парне кӳр, тенӗ. Маной вӑл Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пулнине пӗлмен.</verse>
				<verse number="17">Маной Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: мӗн ятлӑ эсӗ? сӑмаху тӳрре килсен, пирӗн кама мухтамаллине пӗлесчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ ӑна: эсӗ мӗн ман ятӑм ҫинчен ыйтатӑн? тӗлӗнмелле ят вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Маной вара качака путеккипе ҫӑкӑр парни илнӗ те чул ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ. Ҫӳлхуҫа ҫавӑн чухне хӑват кӑтартнӑ, ӑна Манойпа ун арӑмӗ курнӑ.</verse>
				<verse number="20">Парне кӳрекен вырӑнтан тӳпенелле ҫулӑм хӑпара пуҫласан, ҫав ҫулӑм ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хӑпарса кайнӑ. Ҫакна курсан, Манойпа ун арӑмӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Манойпа ун арӑмне курӑнми пулнӑ. Маной вара ку Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пулнине ӑнкарса илнӗ.</verse>
				<verse number="22">Маной хӑйӗн арӑмне каланӑ: эпир Турра куртӑмӑр, ӗнтӗ вилетпӗр пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Арӑмӗ ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире вӗлерес тенӗ пулсан, пирӗн аллӑмӑртан Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ парне те, тырӑ парни те йышӑнмастчӗ, пире ҫакна та кӑтартмастчӗ, пире нимӗн те пӗлтерес ҫукчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Арӑм ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самсон ятлӑ хунӑ. Ача ӳснӗ, ӑна Ҫӳлхуҫа пиллесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ун ҫинчи Турӑ Сывлӑшӗ Дан ывӑлӗсен тапӑрӗнче, Цорӑпа Естаол хушшинче, палӑрма пуҫланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Самсон Фимнафа хулине кайнӑ, Фимнафӑра вӑл филистимсен пӗр ҫамрӑк хӗрарӑмне курнӑ; [лешӗ ӑна килӗшнӗ].</verse>
				<verse number="2">Килне таврӑнсан вӑл ашшӗпе амӑшне хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ, каланӑ вӗсене: Фимнафӑра эпӗ филистимсен пӗр ҫамрӑк хӗрарӑмне куртӑм; мана ҫавна качча илсе парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ашшӗпе амӑшӗ каланӑ ӑна: ара, хӑвӑн тӑванусен хӗрӗсем хушшинче, хамӑрӑн халӑх хушшинче хӗр ҫук-им, мӗншӗн-ха санӑн ӳт кастарман филистимсен хӗрне илмелле? тенӗ. Самсон хӑйӗн ашшӗне каланӑ: ҫавнах илсе пар, мӗншӗн тесессӗн вӑл мана килӗшрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ашшӗпе амӑшӗ ку вӑл Ҫӳлхуҫаран килнине, ывӑлӗ филистимсене тавӑрма май шыранине пӗлмен. Ун чухне филистимсем Израиле пусмӑрласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вара ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Самсон Фимнафа хулине кайнӑ, Фимнафӑри иҫӗм пахчисем патне ҫывӑхарса пынӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ ҫамрӑк арӑслан ӳхӗрсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑн чухне Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ та, вӑл вара арӑслана качака путеккине тӑлпаланӑ пек ҫурса пӑрахнӑ; аллинче унӑн нимӗн те пулман. Хӑй мӗн тунине вӑл ашшӗне те, амӑшне те каламан.</verse>
				<verse number="7">Вӑл хайхи хӗрарӑм патне ҫитнӗ, унпа калаҫнӑ, хӗрарӑмӗ Самсона килӗшнӗ.</verse>
				<verse number="8">Темиҫе кунран вӑл ҫав хӗрарӑма илсе килес шутпа тепре кайнӑ; ҫула май арӑслан виллине курма пӑрӑнса кӗнӗ — акӑ ӗнтӗ арӑслан кӑшкарӗ ӑшне ҫӑвӑр хурт сӑрӑннӑ, пыл пухнӑ.</verse>
				<verse number="9">Самсон пыл карасне илнӗ те малалла кайнӑ, ҫул тӑрӑх ҫисе пынӑ; ашшӗпе амӑшӗ патне таврӑнсассӑн, вӗсене те панӑ, вара вӗсем те ҫинӗ; анчах та вӑл ҫак пыла арӑслан кӑшкарӗнчен илнине каламан.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ ашшӗ хӗрарӑм килне пынӑ, Самсон вара унта, кӗрӳ каччӑ йӑлипе, [ҫичӗ кунлӑх] ӗҫкӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="11">Самсона курсанах ӑна вӑтӑр пуса каччи суйласа панӑ, вӗсен ӗнтӗ Самсонпа пӗрлех пулмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Самсон вӗсене каланӑ: эпӗ сире тупмалли юмах калатӑп; эсир ун тупсӑмне ҫичӗ кун хушшинче, ӗҫкӗ пынӑ хушӑра, тупсассӑн, тӗрӗс тупсассӑн, сире вӑтӑр синдон тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вӑтӑр тум парӑп;</verse>
				<verse number="13">тупсӑмне тупаймасан, сирӗн мана вӑтӑр синдон тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вӑтӑр тум памалла, тенӗ. Вӗсем ӑна: кала юмахна, итлесе пӑхӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Самсон вӗсене каланӑ: ҫиекентен — ҫимелли, вӑйлинчен пылакки тухнӑ, тенӗ. Юмах тупсӑмне виҫӗ кун хушшинче тупайман.</verse>
				<verse number="15">Ҫиччӗмӗш кунӗнче вӗсем Самсон арӑмне каланӑ: упӑшкуна ӳкӗте кӳрт-ха, унран юмах тупсӑмне ыйтса пӗл; унсӑрӑн хӑвна та, аҫун килне те вутпа ҫунтарса яратпӑр; ара, эсир пире ҫаратса юлма чӗннӗ-им?</verse>
				<verse number="16">Самсон арӑмӗ ӗнтӗ упӑшки умӗнче йӗре-йӗре каланӑ: эсӗ мана кураймастӑн, мана юратмастӑн; эсӗ ман халӑхӑм ывӑлӗсене тупмалли юмах каларӑн, мана вара ун тупсӑмне пӗлтересшӗн мар, тенӗ. Вӑл арӑмне каланӑ: ун тупсӑмне аттемпе аннеме те каламарӑм; сана калӑп-и ара? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫичӗ кун тӑсӑлнӑ, Самсон арӑмӗ ҫичӗ кун упӑшки умӗнче макӑрнӑ. Вӑл йӑлӑна-йӑлӑна ыйтнӑ, юлашкинчен, ҫиччӗмӗш кунӗнче, Самсон ӑна юмах тупсӑмне каланӑ. Арӑмӗ ҫакна хӑй халӑхӗн ывӑлӗсене пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫиччӗмӗш кунӗнче хӗвел анас умӗн туй каччисем Самсона каланӑ: пылран мӗн пылакрах? арӑсланран мӗн вӑйлӑрах? тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир ман пушмак пӑрупа сухаламан пулсан, ман юмах тупсӑмне тупаймастӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вӑл вара Аскалон хулине кайнӑ та унта вӑтӑр ҫын вӗлерсе тумтирӗсене хывса илнӗ, ҫавна юмах тупсӑмне тупнисене кӗпе улӑштарса тӑхӑнма панӑ. Ӗнтӗ унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ, вӑл вара ашшӗ килне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Самсон арӑмӗ туйра пуса каччи пулнӑ йӗкӗте качча тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Темиҫе кунран, тулӑ вырнӑ вӑхӑтра, качака путекки ертсе Самсон арӑмӗпе курӑнӑҫма пынӑ, вӑл: «арӑм патне ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрем-ха» тесен, хӗр ашшӗ ӑна унта кӗме паман.</verse>
				<verse number="2">Хӗр ашшӗ каланӑ: эсӗ арӑмна курайми пултӑн пулӗ терӗм, ҫавӑнпа ӑна пуса каччи пулнӑ тусна патӑм; авӑ йӑмӑкӗ унран та чипертерех; ҫавӑ арӑму вырӑнне пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах Самсон вӗсене каланӑ: халӗ ӗнтӗ филистимсене усал тусан та вӗсен умӗнче айӑплӑ пулмӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Самсон вара виҫҫӗр тилӗ тытнӑ та вӗсене пӗр-пӗрин хӳринчен ҫыхса, кашни икӗ хӳре хушшине сӑмала вут пуҫӗ ҫыхса лартнӑ;</verse>
				<verse number="5">вут пуҫӗсене тивертсе тилӗсене филистимсен выракан хирне янӑ, ҫапла ҫӗмелсем те, вырман тырӑ та, иҫӗм пахчисемпе ҫу йывӑҫҫин катисем те ҫунса кайнӑ.</verse>
				<verse number="6">Филистимсем: кам ҫапла турӗ-ши? тенӗ. Вара каланӑ: Самсон — Фимнафа ҫыннин кӗрӳшӗ — тунӑ, лешӗ ун арӑмне урӑх ҫынна, ун тусне, панӑ, тенӗ. Филистимсем ӗнтӗ ҫав хӗрарӑма та, ун ашшӗ килне те вутпа ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="7">Самсон вӗсене каланӑ: ҫапла турӑр пулин те, эпӗ сире хӑвӑра та тавӑратӑп, унсӑрӑн лӑпланмастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара вӑл вӗсен ури тунисене, пӗҫҫисене ҫапса ватнӑ та кайран Етам чул ту хӑвӑлне кайса пытаннӑ.</verse>
				<verse number="9">Филистимсем Иудея ҫӗрне пынӑ, унта чатӑр карсах ларнӑ, вӗсен тапӑрӗ Леха теекен вырӑна ҫитиех тӑсӑлнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иудея ҫыннисем каланӑ: эсир мӗншӗн пире хирӗҫ тухрӑр? тенӗ. Вӗсем каланӑ: эпир Самсона тытса ҫыхасшӑн, вӑл пире мӗн кӑтартрӗ, эпир те ӑна ҫавна кӑтартасшӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара Иудея ҫуннисем, виҫӗ пин ҫын, Етам чул ту хӑвӑлӗ патне кайнӑ та Самсона каланӑ: эсӗ пире филистимсем пусмӑрласа тӑнине пӗлместӗн-им? эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн? тенӗ. Самсон каланӑ: вӗсем мана мӗн кӑтартрӗҫ, эпӗ те вӗсене ҫавна кӑтартрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем ӑна каланӑ: эпир сана филистимсен аллине памашкӑн ҫыхса пӑрахма килтӗмӗр, тенӗ. Самсон вӗсене каланӑ: мана вӗлерместпӗр тесе сӑмах парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ӑна каланӑ: ҫук, эпир сана ҫыхатпӑр ҫеҫ, унтан вӗсен аллине паратпӑр, вӗлерме вӗлерместпӗр, тенӗ. Вара ӑна икӗ ҫӗнӗ пӑявпа ҫыхнӑ та ту хӑвӑлӗнчен илсе тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Леха патне ҫывӑхарсан, филистимсем ӑна кӑшкӑрса-ахӑрса кӗтсе илнӗ. Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, ун аллине ҫыхнӑ пӑяв, вут ӗнтнӗ йӗтӗн сӳсӗ пек пулса, ҫӗре татӑлса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="15">Самсон ҫавӑнта ашак янах шӑммийӗ асӑрханӑ, аллине тӑсса ярса илнӗ те ӑна унпа, чӗрӗ янах шӑммипе, пин ҫынна вӗлерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="16">Каланӑ Самсон: ашак янахӗпе эпӗ — пӗр ушкӑн, икӗ ушкӑн, ашак янахӗпе эпӗ пин ҫынна вӗлертӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла каласан, янах шӑммине айккинелле ывӑтнӑ, ҫав вырӑна вара Рамаф-Лехи тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="18">Унӑн ҫав тери шыв ӗҫесси килсе кайнӑ, вара вӑл Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн чуру аллипе аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кӳтӗн; халь ӗнтӗ эпӗ шывшӑн антӑхса вилӗп те ӳт кастарманнисен аллине лекӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Турӑ хӑвачӗпе Лехӑри пӗр путӑкран ҫӑл тапса тухнӑ, Самсон тӑраниччен шыв ӗҫнӗ те сывлӑшне ҫавӑрса янӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Йӑлӑнаканӑн ҫӑлӗ тесе ят панӑ, Лехӑра ӑна паян кун та курма пулать.</verse>
				<verse number="20">Филистимсен вӑхӑтӗнче Самсон ҫирӗм ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Пӗррехинче Самсон Газа хулине пынӑ та унта пӗр аскӑн хӗрарӑма курса ун патне ҫӗр каҫма кӗнӗ.</verse>
				<verse number="2">Хула ҫыннисене каланӑ: кунта Самсон килнӗ, тенӗ. Вӗсем ҫурт тавра ҫӳренӗ, ӑна ҫӗрӗпе хула хапхи патӗнче сыхласа тӑнӑ, ӑна ҫӗрӗпе пытанса кӗтнӗ, «ҫутӑличчен тӑхтатпӑр та — вӗлеретпӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Самсон ҫур ҫӗрччен ҫывӑрнӑ; ҫӗр варринче тӑрса хула хапхин алӑкне икӗ янахӗнчен ҫатӑрласа илнӗ те сӑлӑпӗ-мӗнӗпех ҫӗклесе хулпуҫҫийӗ ҫине ҫавӑрса хунӑ, ӑна Хеврон еннелле каякан ҫул ҫинче ларакан ту тӑррине йӑтса кайнӑ, [ҫавӑнта пӑрахса хӑварнӑ].</verse>
				<verse number="4">Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Сорек айлӑмӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма юратса пӑрахнӑ; вӑл Далида ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫав хӗрарӑм патне Филисти хуҫисем пынӑ та каланӑ: Самсона ӳкӗте кӗрт-ха, шахвӑртса пӗл-ха — унӑн ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑйӗ мӗнрен килет-ши, ӑна ҫыхса пӑрахас, парӑнтарас тесен пирӗн мӗн тумалла-ши; эпир сана ҫавӑншӑн кашнийӗ пин те ҫӗр сикль кӗмӗл парӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Далида вара Самсона каланӑ: ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑйу сан мӗнрен килет, парӑнтарас тесен, сана мӗнпе ҫыхмалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Самсон ӑна каланӑ: мана типмен ҫичӗ чӗрӗ вӗренпе ҫыхса пӑрахсан, эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Филисти хуҫисем вара Далидӑна типмен ҫичӗ чӗрӗ вӗрен пырса панӑ, вӑл Самсона ҫавӑнпа ҫыхса хунӑ.</verse>
				<verse number="9">[Ҫав хушӑра пӗр ҫынни унӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмне пытанса ларнӑ.] Далида каланӑ: Самсон! Филистимсем сана тытма килеҫҫӗ, тенӗ. Самсон хӑйне ҫыхнӑ пӑявсене ӗннӗ чӳпӗк ҫиппине татнӑ пек татса пӑрахнӑ. Ун вӑйӗн туппине тупайман.</verse>
				<verse number="10">Далида Самсона каланӑ: акӑ эсӗ мана улталарӑн, суеҫтертӗн; каласамччӗ халь, мӗнпе ҫыхмалла сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Самсон ӑна каланӑ: халиччен тытман ҫӗнӗ пӑявсемпе ҫыхсан, эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Далида вӗр-ҫӗнӗ пӑявсем илсе Самсона ҫыхса хунӑ та каланӑ: Самсон! Филистимсем сана тытма килеҫҫӗ, тенӗ. [Ҫав вӑхӑтра пӗри ҫывӑрмалли пӳлӗмре пытанса ларнӑ.] Самсон ҫав пӑявсене ҫип пек татса ывӑтнӑ.</verse>
				<verse number="13">Далида Самсона каланӑ: эсӗ мана улталатӑн та улталатӑн, суеҫтеретӗн; кала-ха мана, мӗнпе ҫыхмалла сана? тенӗ. Самсон ӑна каланӑ: пир тӗртнӗ чухне манӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине ураҫҫине кӗртсе ярсан, кайран пире пӑтапа пир вырӑнӗ ҫумне ҫапса лартсан [эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп], тенӗ.</verse>
				<verse number="14">[Далида ӑна хӑй чӗрҫийӗ ҫинче ҫывӑратса янӑ, Самсон ҫывӑрса кайсан, вӑл унӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине илнӗ те] вӗсене пир вырӑнӗ ҫумне ҫапса лартнӑ, вара каланӑ ӑна: Самсон, филистимсем сана тытма килеҫҫӗ! тенӗ. Лешӗ ыйхӑран вӑраннӑ та пир вырӑнне пирӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарса кӑларнӑ; [ун вӑйӗн туппине тупайман].</verse>
				<verse number="15">[Далида] ӑна каланӑ: мӗнле-ха капла? ху «сана юрататӑп» тетӗн, анчах сан чӗрӳ манпа мар, акӑ ӗнтӗ эсӗ мана виҫӗ хутчен улталарӑн, ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑю мӗнтен килнине каламарӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫапла вӑл Самсона канӑҫ паман, кашни кун ӳпкеленӗ, йӳтетнӗ, ҫакӑ Самсон чунне вилесле пусса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл вара Далидӑна хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса парса каланӑ: ман пуҫӑма ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ тӗкӗнсе курман, эпӗ мӗн аннерен ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ; ҫӳҫӗме кассан, ман вӑйӑм сӳнет; ун чухне эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Самсон хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса панине курсан, Далида Филисти хуҫисене чӗнме янӑ, вӗсене: халь ӗнтӗ килӗр; вӑл мана хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса пачӗ, тенӗ. Филисти хуҫисем ҫитнӗ вара, кӗмӗлӗ те аллисенчех пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">[Далида] Самсона хӑй чӗрҫийӗ ҫинче ҫывӑратса янӑ, унтан пӗр ҫынна чӗнсе илнӗ те ӑна Самсонӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине касса пӑрахма хушнӑ. Самсон вӑйсӑрланма пуҫланӑ, унтан пӗтӗм вӑйӗ пӗтсе ларнӑ.</verse>
				<verse number="20">Далида каланӑ: Самсон, филистимсем сана тытма килеҫҫӗ! тенӗ. Ыйхинчен вӑраннӑ та Самсон каланӑ: кайӑп та унчченхи пекех ҫӑлӑнӑп, тенӗ. Хӑйне Турӑ пӑрахса хӑварнине пӗлмен-ха вӑл.</verse>
				<verse number="21">Ӗнтӗ филистимсем ӑна ярса тытнӑ та куҫне чиксе шӑтарнӑ, кайран ӑна Газа хулине илсе пырса икӗ пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, Самсон вара тӗрме ҫыннисен ҫуртӗнче арман чулӗ ҫавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫав хушӑра унӑн пуҫӗ ҫинче, каснӑ тӗлте, ҫӳҫӗ ӳсме тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="23">Филистимсем Дагона, хӑйсен туррине, аслӑ чӳк тума, савӑнма-хӗпӗртеме пуҫтарӑннӑ, каланӑ вӗсем: туррӑмӑр Самсона, хамӑрӑн тӑшмана, пирӗн алла пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ӑна курсан, халӑх та хӑй туррине мухтанӑ: туррӑмӑр хамӑр тӑшмана — пирӗн ҫӗре аркатакана, пирӗн ҫынсене пӗтерекене — пирӗн аллӑмӑра пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Чӗрисем хавасланса ҫитсен, каланӑ вӗсем: Самсона чӗнсе килӗр-ха [тӗрме ҫуртӗнчен], вӑл пире кулӑш кӑтарттӑр, тенӗ. Вара Самсона тӗрме ҫыннисен ҫуртӗнчен илсе килнӗ, вӗсем унран кулнӑ-мӑшкӑлланӑ, кайран икӗ юпа хушшине тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="26">Самсон хӑйне ертсе ҫӳрекен ачана каланӑ: мана ҫывӑхарах илсе пыр-ха, эпӗ ҫурт юписене хыпашласа пӑхам, вӗсем ҫумне тӗршӗнем, тенӗ. [Ача ҫапла тунӑ та.]</verse>
				<verse number="27">Ҫуртӗнче халӑх лӑк-тулли пулнӑ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ; Филисти хуҫисем те пурте ҫавӑнта пулнӑ, хӑйсене кулӑш кӑтартакан Самсона курма ҫурт тӑррине тата виҫӗ пине яхӑн ҫын — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — хӑпарса тӑнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Самсон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! асна илсемччӗ мана, тепре анчах вӑй парсамччӗ мана, эй Турӑ! икӗ куҫӑмшӑн филистимсене пӗр ӑстрӑмпа тавӑрасчӗ манӑн.</verse>
				<verse number="29">Самсон вара ҫурта тытса тӑракан варринчи икӗ юпана, пӗрне — сылтӑм хулӗпе, тепӗрине сулахай хулӗпе хирсе, вырӑнтан хускатнӑ.</verse>
				<verse number="30">Самсон каланӑ: хам та филистимсемпе пӗрле пӗтем! тенӗ. Вара пӗтӗм вӑйран хирӗннӗ те, ҫурт хуҫасем ҫине, вӗсемпе пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх ҫине йӑтӑнса аннӑ. Хӑй вилнӗ чухне [Самсон] темӗн чухлӗ ҫынна вӗлернӗ, унччен вӑл пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те ҫакӑн чухлӗ ҫын пӗтермен.</verse>
				<verse number="31">Ӑна хӑйӗн тӑванӗсемпе ашшӗн пӗтӗм килӗ килсе илсе кайнӑ та Цорӑпа Естаол хушшинче Манойӑн, ашшӗн, тупӑклӑхне пытарнӑ. Самсон ҫирӗм ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ. [Самсон хыҫҫӑн Емегар, Енан ывӑлӗ, ҫӗкленнӗ, вӑл ют халӑх ҫыннисене ултҫӗр ҫын вӗлернӗ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне те пӗтернӗ. Вӑл Израиле хӑтарнӑ.]</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ефрем тӑвӗ ҫинче пӗр Миха ятлӑ ҫын пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл хӑйӗн амӑшне каланӑ: санӑн пин те ҫӗр сикль кӗмӗл ҫухалнӑччӗ, ӑна илекене эсӗ ман умӑмра ылхантӑн, ҫав кӗмӗл манра, ӑна эпӗ илнӗччӗ, тенӗ. Амӑшӗ: ман ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫиттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл амӑшне пин те ҫӗр сикль кӗмӗле каялла тавӑрса панӑ. Амӑшӗ вара ҫапла каланӑ: ку кӗмӗле эпӗ хам ятран [саншӑн,] хамӑн ывӑлӑмшӑн, Ҫӳлхуҫана халаллама пулнӑччӗ, ӑна шӑратса кӗлеткепе йӗрӗх тутарасшӑнччӗ; апла ӑна сана паратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Анчах Миха кӗмӗле каялла амӑшнех панӑ. Амӑшӗ вара икҫӗр сикль кӗмӗл илнӗ те ӑна шӑратма панӑ. Шӑратаканӗ кӗлетке тата йӗрӗх туса панӑ. Вӗсем Миха килӗнче упраннӑ.</verse>
				<verse number="5">Михан хӑйӗн туррисене пуҫҫапмалли ҫурт пулнӑ. Вӑл ефодпа терафим тутарнӑ, хӑйӗн пӗр ывӑлне ҫав ҫуртра ӗҫлесе тӑма священника кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ун чухне Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.</verse>
				<verse number="7">Пӗр яш ача, Иуда йӑхӗнчен тухнӑскер, левит, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинче пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="8">ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта пурӑнӑп тесе, ҫав ача Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен тухса кайнӑ та ҫулпа пыруҫӑн Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="9">Миха ӑна: ӑҫтан килетӗн эсӗ? тенӗ. Яш ача каланӑ: эпӗ — левит, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен килетӗп, ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта пурӑнма шутлатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Миха ӑна каланӑ: юл ман патӑмра, ман патӑмра атте пул, священник пул; эпӗ сана ҫулталӑкне вунӑ сикль кӗмӗл, кирлӗ тумтир тата ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Левит килӗшнӗ, вара ҫак ҫын патӗнче юлнӑ, вӑл унӑн ывӑлӗсенчен пӗри пекех пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Миха левита кӗлӗ йӗркисене туса тӑма лартнӑ, ҫак яш ача ун патӗнче священник пулнӑ, Миха килӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Миха каланӑ вара: халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мана ырӑлӑх парӗ, мӗншӗн тесессӗн ман патӑмра священникра левит тӑрать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра Израиль халӑхӗн патша пулман; ҫав вӑхӑтра Дан йӑхӗ вырӑнаҫса ҫитме пайлӑх ҫӗр шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль йӑхӗсем хушшинче ун валли ҫаплах-ха тулли пай пулман.</verse>
				<verse number="2">Дан ывӑлӗсем Цора хулипе Естаол хулинчен хӑйсен йӑхӗнчи пилӗк вӑйпитти ҫыннине ҫӗр пӑхса килме янӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та курса-пӗлсе килӗр, тенӗ. Вара вӗсем Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ, унта ҫӗр каҫнӑ.</verse>
				<verse number="3">Миха килӗнче пулнӑ чухне вӗсем ҫамрӑк левита сассинчен палласа илнӗ те ун патне кӗнӗ, ыйтнӑ унран: сана кунта кам илсе килнӗ? эсӗ кунта мӗн тӑватӑн, эсӗ мӗншӗн кунта? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Левит вӗсене каланӑ: Миха ман валли ҫавна-ҫавна турӗ, мана тара илчӗ, ҫапла эпӗ ун патӗнче священник ӗҫне туса тӑратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем ӑна каланӑ: Турӑран ыйт-ха, хамӑр каякан ҫулӑмӑр ӑнӑҫлӑ пулӗ-ши, пирӗн ҫавна пӗлесчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Священник каланӑ вӗсене: пӗр пӑшӑрханмасӑр кайӑр; эсир каяс ҫула Ҫӳлхуҫа уҫса пырӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара леш пилӗк ҫын малалла кайнӑ, вӗсем Лаис хулине ҫитнӗ, унти халӑха курнӑ, вӑл, Сидон ҫыннисен йӑлипе, лӑпкӑ та ним шухӑшсӑр пурӑннӑ, ку ҫӗрте никам та никама кӳрентермен, пӑхӑнтарса тӑман: вӗсем Сидон хулинчен аякра пурӑннӑ, никампа та ҫыхӑну тытман.</verse>
				<verse number="8">[Ҫав пилӗк ҫын] тӑванӗсем патне Цорӑпа Естаол хулисене таврӑннӑ, тӑванӗсем вӗсене: мӗнле хыпар илсе килтӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем каланӑ: каяр та тапӑнар вӗсене; эпир питӗ паха ҫӗр куртӑмӑр; эсир вара шухӑша кайса тӑратӑр: ан тӑхтӑр, кайӑр та ҫав ҫӗре еткерлӗхе илӗр;</verse>
				<verse number="10">унта ҫитсен, эсир ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑх тӗлне пулӑр, ҫӗрӗ те вӑл анлӑ ҫӗр; Турӑ ӑна сирӗн аллӑра парать; унта пурте пур, пурте ҫителӗклӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара Цорӑпа Естаол хулисенчен, Дан йӑхӗнчен, ултҫӗр ҫын вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланса тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем Кириаф-Иарим хулинче, Иудея ҫӗрӗнче, тапӑра чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑнпа ку вырӑна мӗн паян кунчченех Дан тапӑрӗ теҫҫӗ. Вӑл Кириаф-Иарим хыҫӗнче выртать.</verse>
				<verse number="13">Унтан вӗсем Ефрем тӑвӗ ҫине ҫул тытнӑ та Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="14">Лаис ҫӗрне пӑхма кайнӑ леш пилӗк ҫын хӑйсен тӑванӗсене каланӑ: пӗлетӗр-и, ҫакӑнти пӗр килте ефод, терафим, кӗлетке тата шӑратса тунӑ йӗрӗх пур; мӗн тумаллине шутлӑр эсир, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара вӗсем, Миха килне пырса, ҫамрӑк левит патне кӗнӗ, ӑна ырӑ суннӑ.</verse>
				<verse number="16">Дан ывӑлӗсем, вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ ултҫӗр ҫын, хапха патӗнче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Унччен ҫӗр пӑхма ҫӳренӗ пилӗк ҫын, шала кӗрсе, кӗлетке, ефод, терафим тата шӑратса тунӑ йӗрӗх илсе тухнӑ. Священник вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ леш ултҫӗр ҫынпа пӗрле хапха патӗнче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Миха ҫуртне кӗрсе кӗлеткене, ефодпа терафима тата шӑратса тунӑ йӗрӗхе илсен, священник вӗсене: мӗн тӑватӑр эсир? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Лешӗсем каланӑ ӑна: эсӗ ан шарла, шӑп пул та пирӗнпе пӗрле пыр, пирӗн атте, пирӗн священник пул; пӗр ҫын килӗнче священник пуличчен саншӑн Израиль йӑхӗнче е ӑрӑвӗнче священник пулни лайӑхрах мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Священник савӑнсах кайнӑ, вара ефодпа терафима, кӗлеткене [тата шӑратса тунӑ йӗрӗхе] илсе халӑхпа пӗрле кайнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем каялла ҫаврӑннӑ, хӑйсем хыҫа тӑрса, ачисене, выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм япалине малтан янӑ.</verse>
				<verse number="22">Миха ҫурчӗ патӗнчен чылаях кайсассӑн, [Миха тата] унпа кӳршӗллӗ пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса Дан ывӑлӗсене хӑвалама пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="23">хыҫран кӑшкӑрнӑ вӗсене. [Дан ывӑлӗсем] ҫаврӑнса пӑхнӑ та Михана каланӑ: сана мӗн кирлӗ, эсӗ мӗншӗн ҫапла кӑшкӑратӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="24">[Миха] каланӑ: эсир эпӗ тунӑ турӑсене тата священника илсе каятӑр; кунтан ытларах тата мӗн тӑвайӑн? эсир мӗнле ҫапла «сана мӗн кирлӗ?» теме пултараятӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Дан ывӑлӗсем каланӑ ӑна: шӑплан, санӑн сассуна урӑх илтер мар эпир; асту, пирӗнтен хӑшӗ-хӑшӗ ҫилленсе кайса тапӑнӗ те сире, эсӗ хӑвна та, хӑвӑн кил-йышна та пӗтерӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Дан ывӑлӗсем вара хӑйсен ҫулӗпе кайнӑ; Миха, ку ҫынсем хӑйӗнчен вӑйлӑраххине кура, каялла килне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="27">[Дан ывӑлӗсем,] Миха тунӑ япаласене тата ун патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ священника илсе, Лаис хулине ҫитнӗ, унти лӑпкӑ та ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑха тапӑнса ӑна хӗҫпе пӗтернӗ, хулине вутпа ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӑл хулана никам та пулӑшайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Сидонран аякра ларнӑ, никампа та ҫыхӑну тытман. [Ҫав хула] айлӑмра, Беф-Рехов ҫывӑхӗнче, ларнӑ. Дан ывӑлӗсем вара ҫӗнӗрен хула лартнӑ, унта пурӑнма тытӑннӑ,</verse>
				<verse number="29">хулине хӑйсен ашшӗ ячӗпе, Израиль ывӑлӗ Дан ячӗпе, Дан тесе ят панӑ; ӗлӗк ҫав хула Лаис ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="30">Дан ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсем патӗнче кӗлетке лартнӑ; Ионафан вара — Манассия ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — тата унӑн ывӑлӗсем Дан йӑхӗнче ҫак вырӑнти халӑх урӑх ҫӗре куҫса кайичченех священниксем пулнӑ;</verse>
				<verse number="31">Турӑ ҫурчӗ Силом хулинче ларнӑ вӑхӑтра вӗсем Миха тунӑ кӗлеткене пуҫҫапса пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне, Израилӗн патша пулман вӑхӑтра, Ефрем тӑвайккийӗнче пӗр левит пурӑннӑ. Вӑл Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен хӑй валли ҫум-арӑм илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав ҫум-арӑм унпа хирӗҫнӗ те ашшӗ килне Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулине пӑрахса кайнӑ, унта тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Упӑшки вара, ӑна кӑмӑлне ҫавӑрса каялла илсе килес тесе, ун патне кайнӑ. Унпа пӗрле пӗр тарҫӑ тата икӗ ашак пынӑ. Ҫум-арӑмӗ ӑна ашшӗ килне илсе кӗнӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ, кӗрӳшне курсассӑн, ӑна питӗ хапӑл йышӑннӑ, ӑна килне кайма памасӑр хӑналанӑ. Вӑл вара ун патӗнче виҫӗ кун пурӑннӑ; вӗсем ӗҫнӗ-ҫинӗ, ҫавӑнтах ҫӗр выртса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Тӑваттӑмӗш кунне вӗсем ир-ирех тӑнӑ, ҫынни ӗнтӗ кайма пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ кӗрӳшне каланӑ: чӗре сурилӗх те пулин ҫырткаласа илсем, кайран кайӑр вара, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем ҫавӑнта юлнӑ, иккӗшӗ пӗрле ӗҫнӗ, ҫинӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ ҫав ҫынна каланӑ: тепӗр каҫа юл-ха, савӑн-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫынни каймах тапраннӑ, анчах хунӗ ӳкӗте кӗртнӗ те ӑна, вӑл вара каллех унта ҫӗр каҫма юлнӑ.</verse>
				<verse number="8">Пиллӗкӗмӗш кунӗнче вӑл кайма тесе ир-ирех тӑнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ каланӑ ӑна: ҫимесӗр ан кай, чӗре сурилӗх те пулин ҫырткаласа илсем, ан васкӑр, каҫ енне сулӑнсан кайӑр, тенӗ. Вара вӗсем иккӗшӗ ҫинӗ [те ӗҫнӗ].</verse>
				<verse number="9">Ҫын ӗнтӗ каймах тӑнӑ, хӑй те, ҫум-арӑмӗ те, тарҫи те пуҫтарӑннӑ. Хунӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ, каланӑ ӑна: каҫ енне сулӑнчӗ, кунтах ҫӗр каҫӑр; часах тӗттӗмленет акӑ, кунтах ҫӗр каҫ, савӑн-ха; ыран иртерех тӑрӑр та ҫула тухӑр, килне кайӑн вара, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Анчах кӗрӳшӗ ҫӗр каҫма килӗшмен, ҫула тухнӑ; вӑл Иевус хули, хальхи Иерусалим, патне ҫитнӗ; унпа пӗрле тиевлӗ икӗ ашак тата ҫум-арӑмӗ пынӑ.</verse>
				<verse number="11">Иевус патнелле ҫывӑхарнӑ чухне тӗттӗмленех пуҫланӑ. Вара тарҫи хуҫине каланӑ: ҫак иевусейсен хулине кӗрер те унта ҫӗр каҫар, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Хуҫи каланӑ ӑна: ҫук, вӗсем Израиль ывӑлӗсем мар, ют йӑх ҫыннисем, ҫавӑнпа вӗсен хулине кӗместпӗр, Гива хулине ҫитиччен каятпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Хӑйӗн чурине каланӑ вӑл: Гивӑна е Рамӑна ҫитӗпӗр те ҫавӑнта ҫӗр каҫӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара малалла кайнӑ, Вениаминсен хулине Гивӑна ҫитнӗ тӗле хӗвел те анса ларнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем Гивӑра ҫӗр каҫма шут тытнӑ та ҫавӑнта пӑрӑнса кӗнӗ. Левит пӗр урам варрине ларнӑ; анчах вӗсене никам та хӑй килне ҫӗр каҫма чӗнмен.</verse>
				<verse number="16">Акӑ ӗнтӗ пӗр ватӑ ҫын хиртен ӗҫрен таврӑнать; вӑл, Ефрем тӑвӗ ҫинче ҫуралнӑскер, Гивӑра пурӑннӑ. Ку вырӑнта пурӑнакансем вара Вениамин ывӑлӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ватӑ ҫын пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та урам варринче ларакан ҫулҫӳрен ҫынна асӑрханӑ. Вара ыйтнӑ вӑл: ӑҫта каятӑн? ӑҫтан килнӗ эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Левит каланӑ ӑна: эпир Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен килетпӗр, Ефрем тӑвӗ патне каятпӑр, эпӗ хам ҫавӑнти ҫын; эпӗ Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеема кайнӑччӗ, халӗ Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ еннелле ҫул тытатӑп; мана никам та хӑй килне чӗнмест;</verse>
				<verse number="19">пирӗн хамӑр ашакӑмӑрсем валли улӑм та, апат та пур; хамӑр валли санӑн чурусен — манӑн, ҫак хӑрхӑмӑн, ҫак тарҫӑн — ҫӑкӑр та, эрех те пур; пирӗн пурте ҫителӗклӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ватӑ ҫын каланӑ ӑна: ан пӑшӑрхан — сана ҫитменнине эпӗ ҫитерӗп, анчах урамра ҫӗр ан каҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ватӑ ҫын ӑна хӑй килне ертсе кайнӑ, унӑн ашакӗсене апат панӑ, хӑйсем вӗсем урисене ҫунӑ та ӗҫме-ҫиме ларнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем чунран-чӗререн савӑнса ларнӑ вӑхӑтра акӑ ҫав хула ҫыннисем, аскӑнчӑксем, вӗсен килне ҫавӑрса илнӗ, алӑкран шакканӑ, ватӑ кил хуҫине каланӑ: ху патна илсе кӗнӗ ҫынна илсе тух-ха, эпир унпа хутшӑнасшӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Кил хуҫи вӗсем патне тухнӑ та каланӑ: ҫук, тӑванӑмсем, ку ҫын ман килӗме кӗчӗ пулсан, ман хӑна вӑл, усал ӗҫ ан тӑвӑр, ӑссӑрла ан хӑтланӑр эсир;</verse>
				<verse number="24">акӑ манӑн качча кайман хӗр пур, унӑн ҫум-арӑмӗ пур, эпӗ сире ҫавсене илсе тухса парӑп, пусахлӑр вӗсене, мӗн тӑвас тетӗр вӗсене — ҫавна тӑвӑр; анчах ку ҫынпа ӑссӑрла ан хӑтланӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Анчах вӗсем ӑна итлесшӗн те пулман. Вара левит хӑйӗн ҫум-арӑмне вӗсем патне урама илсе тухнӑ. Лешӗсем ӗнтӗ ӑна пусмӑрланӑ, ҫӗрӗпе, ирччен мӑшкӑлланӑ. Ӑна шуҫӑм килеспе тин ирӗке янӑ.</verse>
				<verse number="26">Шуҫӑм килеспе хӗрарӑм, хӑйӗн хуҫи чарӑнса тӑнӑ кил патне ҫитейсе, алӑк умне ӳкнӗ, мӗн ҫутӑличченех ҫавӑнта выртнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ун хуҫи ирех тӑнӑ та, ҫула тухма хатӗрленсе, алӑка уҫса тухнӑ: акӑ ҫум-арӑмӗ алӑк умӗнче выртать, аллисене алӑк урати ҫине тӑсса хунӑ.</verse>
				<verse number="28">Хуҫи ӑна: тӑр, каятпӑр, тенӗ. Анчах хирӗҫ чӗнни пулман, [мӗншӗн тесессӗн хӗрарӑмӗ вилнӗ пулнӑ]. Хуҫи вара ӑна ашак ҫине йӑтса хунӑ та ҫула тухнӑ.</verse>
				<verse number="29">Килне ҫитсен, вӑл ҫӗҫӗ илнӗ те ҫум-арӑмне вуникӗ пая касса вакланӑ, кайран вӗсене пӗтӗм Израиль ҫӗрне салатнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ҫакна куракансем кашнийӗ: Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа паян куна ҫитиччен кун пекки пулман та, курман та, тенӗ. [Тӗрлӗ ҫӗре ӑсатнӑ хӑйӗн ҫыннисене левит ҫапла калама хушса янӑ: Израиль халӑхне ҫапла калӑр: халиччен ҫакӑн пекки пулнӑ-и? тейӗр, тенӗ.] Асӑрхӑр-ха ҫакна, канаш тӑвӑр та калӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Вара пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх, Дан хулинчен пуҫласа Вирсавия хулинче пурӑнакансем таран, тата Галаад ҫӗрӗнче пурӑнакансем, пурте пӗр ҫын пек Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Турӑ халӑхӗн пухӑвне [Ҫӳлхуҫа умне] пӗтӗм халӑх пуҫлӑхӗсем, пӗтӗм Израиль йӑхӗ пуҫтарӑннӑ, хӗҫ тытнӑ тӑватҫӗр пин ҫуран ҫын пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Израиль ывӑлӗсем Массифа хулине пыни ҫинчен Вениамин ывӑлӗсем те илтнӗ. Израиль ывӑлӗсем тӗпченӗ: калӑр-ха, мӗнле пулса иртнӗ ҫав усал ӗҫ? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм;</verse>
				<verse number="5">Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ;</verse>
				<verse number="6">эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ;</verse>
				<verse number="7">ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Пӗтӗм халӑх пӗр ҫын пек кар тӑрса каланӑ: халь ӗнтӗ эпир пӗри те хамӑр чатӑра каймастпӑр, хамӑр киле таврӑнмастпӑр;</verse>
				<verse number="9">эпир халӗ акӑ мӗн тӑвӑпӑр: шӑпа ярӑпӑр та Гива ҫине [кайӑпӑр], тенӗ;</verse>
				<verse number="10">кашни Израиль йӑхӗ ҫӗр ҫынран — вунӑ ҫын, пин ҫынран — ҫӗр ҫын, вунӑ пин ҫынран пин ҫын уйӑрса патӑр, ҫав ҫынсем Вениамин ҫӗрӗнчи Гивӑна Израильре намӑссӑр ӗҫ тунӑшӑн тавӑрма каякан халӑх валли апат-ҫимӗҫ илсе килччӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Пӗтӗм Израиль, пӗр шухӑшлӑ пулса, пӗр ҫын пек, ҫав хулана хирӗҫ пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Израиль йӑхӗсем Вениаминӑн пур ӑрӑвне те ҫынсем янӑ, вӗсене: сирӗн патӑрта мӗнле ирсӗр ӗҫ тунӑ! теме хушнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав асӑх ҫынсене, Гивӑра пурӑнакансене, пире тытса парӑр; вӗсене вӗлерсе, эпир Израильри усала кӑкласа тӑкӑпӑр, тенӗ. Анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсен тӑванӗсем, Израиль ывӑлӗсем, каланине тӑнласшӑн пулман;</verse>
				<verse number="14">тӗрлӗ хуласенче пурӑнакан Вениамин ывӑлӗсем Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма Гивӑна пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫав кун хуласенчен пуҫтарӑннӑ, хӗҫ тытнӑ Вениамин ывӑлӗсен шучӗ ҫирӗм ултӑ пин ҫынна ҫитнӗ; унсӑр пуҫне тата Гивӑра пурӑнакансенчен ҫичҫӗр ҫын суйласа илнӗ;</verse>
				<verse number="16">пӗтӗм халӑх хушшинчен суйласа илнӗ ҫав ҫичҫӗр ҫын лӳкше пулнӑ, вӗсем сулахай аллипе пуҫран тӗллесе чӗвве ярсан, чулӗ нихӑҫан та айккине ӳкмен.</verse>
				<verse number="17">Вениамин ывӑлӗсене шутламасан, хӗҫ тытнӑ израильсем вара тӑватҫӗр пин ҫын шутланнӑ; вӗсем пурте вӑрҫа юрӑхлӑскерсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Израиль ывӑлӗсем Турӑ ҫуртне кайнӑ та Турӑран ыйтса ҫапла каланӑ: Вениамин ывӑлӗсемпе ҫапӑҫма пирӗн хушшӑмӑртан малтан кам тапӑнса тухать? тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: малтан Иуда [тухать], тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Израиль ывӑлӗсем вара ир-ирех тапранса тухнӑ та Гива ҫывӑхӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="20">ҫапла израильсем Вениамина хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, Гива патӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="21">Гивӑран Вениамин ывӑлӗсем хирӗҫ тухнӑ, ҫав кун вӗсем израильсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="22">Анчах Израиль халӑхӗ сывлӑш ҫавӑрса илнӗ те каллех малтанхи кун тӑнӑ вырӑнах йӗркеленсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Израиль ывӑлӗсем кайнӑ та мӗн каҫчен Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗнӗ, ыйтнӑ Ҫӳлхуҫаран: Вениамин ывӑлӗсемпе, тӑванӑм ывӑлӗсемпе, манӑн татах ҫапӑҫӑва кӗмелле-ши? тенӗ. Ҫӳлхуҫа: вӗсене хирӗҫ кайӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Иккӗмӗш кунне вара Израиль ывӑлӗсем Вениамин ывӑлӗсем патне ҫывӑхарнӑ.</verse>
				<verse number="25">Иккӗмӗш кунне Вениамин та Гива хулинчен вӗсене хирӗҫ тухнӑ, вара хӗҫ тытнӑ Израиль ывӑлӗсенчен тата вунсакӑр пин ҫыннине пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="26">Ӗнтӗ пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Турӑ ҫуртне кайнӑ та ҫӗре ларса Ҫӳлхуҫа умӗнче макӑрнӑ, ҫав кун вӗсем мӗн каҫ пуличченех типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.</verse>
				<verse number="27">Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ [ҫав вӑхӑтра Турӑ саккунӗн арчи ҫавӑнта пулнӑ,</verse>
				<verse number="28">Финеес — Аарон ывӑлӗн Елеазарӑн ывӑлӗ — ун умӗнче тӑнӑ]: манӑн Вениамин ывӑлӗсене, тӑванӑм ывӑлӗсене, хирӗҫ татах ҫапӑҫӑва тухмалла-и е тухмалла мар-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: тухӑр; Эпӗ ӑна ыран сирӗн аллӑра паратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Израиль вара Гива йӗри-тавра пытанса ларнӑ.</verse>
				<verse number="30">Виҫҫӗмӗш кунне Израиль ывӑлӗсем Вениамин ывӑлӗсене хирӗҫ тухнӑ, унчченхи пекех, Гива умӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="31">Вениамин ывӑлӗсем халӑха хирӗҫ тухнӑ, хуларан аякка кайса, унчченхи пекех, Вефиль еннелле каякан тата хир урлӑ Гива еннелле каякан ҫулсем ҫинче халӑха вӗлерме тытӑннӑ, израильсене вӑтӑр ҫын таран вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="32">Вениамин ывӑлӗсем каланӑ: вӗсем пирӗн умӑмӑрта малтанхи пекех тӑкӑнаҫҫӗ, тенӗ. Израиль ывӑлӗсем каланӑ: хӑйсенчен тарнӑ пек туса, вӗсене хуларан ҫулсем еннелле пӑрса ярар, тенӗ. [Вара ҫавӑн пек тунӑ.]</verse>
				<verse number="33">Израильсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен куҫса Ваал-Фамарь патӗнче йӗркеленсе тӑнӑ. Гивӑн анӑҫ енӗнче пытанса ларнӑ израильсем те тапранса тухнӑ.</verse>
				<verse number="34">Ӗнтӗ Гива умне пӗтӗм Израиль хушшинчен суйласа илнӗ вунӑ пин ҫын ҫитнӗ те, хаяр ҫапӑҫу пуҫланнӑ; анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсене инкек кӗтсе тӑнине пӗлмен.</verse>
				<verse number="35">Вениамина Ҫӳлхуҫа израильсем умӗнче аркатса тӑкнӑ, ҫав кун израильсем хӗҫ кӑларнӑ Вениамин ывӑлӗсене ҫирӗм пилӗк пин те ҫӗр ҫын пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="36">Вениамин ывӑлӗсем хӑйсем мӗнле пӗтнине курсассӑн, Израиль ывӑлӗсем каялла чакнӑ — ӗнтӗ вӗсем Гива ҫывӑхӗнче пытанса ларнӑ ушкӑн пулӑшасса шаннӑ.</verse>
				<verse number="37">Пытанса ларнисем вара васкасах Гивӑна ыткӑннӑ, унта ҫитсе пӗтӗм хулана хӗҫ айне тунӑ.</verse>
				<verse number="38">Израильсен тӗп ушкӑнӗ пытанса ларнисемпе ҫапла калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: хула тӗлӗнче тӗтӗм ҫӗкленсе хӑпарни тапӑнмаллине пӗлтерет.</verse>
				<verse number="39">Израильсем ҫапӑҫу хирӗнчен каялла чаксан, каллех Вениамин хӗстерме пуҫланӑ, ӗнтӗ израильсен вӑтӑр ҫыннине пӗтерсе тӑкса «вӗсем пирӗн умӑмӑрта унчченхи ҫапӑҫусенчи пекех тӑкӑнаҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫав хушӑра хула тӗлӗнче, юпа пек, тӗтӗм палкаса хӑпарнӑ. Вениамин каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та, акӑ ӗнтӗ пӗтӗм хуларан пӗлӗтелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарать.</verse>
				<verse number="41">Израильсен тӗп ушкӑнӗ ҫитнӗ, Вениамин вара хӑйне инкек килсе ҫапнине курса хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="42">Вӗсем израильсенчен ҫул тӑрӑх пушхирелле тарма пуҫланӑ; анчах вӗсене хыҫалтан хӗҫпе хӑваланӑ тата вӗсене хуласенчен те туха-туха пӗтернӗ;</verse>
				<verse number="43">хупӑрласа илнӗ те Вениамина ӑна Менуха теекен вырӑна ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, Гива хулин тухӑҫ енне ҫитичченех пӗтерсе пынӑ.</verse>
				<verse number="44">Ҫапла Вениамин ывӑлӗсем вунсакӑр пин пӗтнӗ, вӗсем пурте вӑйпитти ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="45">[Чӗрӗ юлнисем] каялла ҫаврӑннӑ та пушхирелле, Риммон ту хысакӗ патнелле, чупнӑ, [израильсем] вӗсене ҫул тӑрӑх хӑваласа тата пилӗк пин ҫынна пӗтернӗ; вӗсене Гидома ҫити хӑваланӑ, вӗсенчен тата икӗ пин ҫынна вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="46">Ҫав кун пӗтнӗ Вениамин ывӑлӗсен шучӗ ҫирӗм пилӗк пин пулнӑ, вӗсем пурте хӗҫ кӑларса ҫапӑҫнӑ вӑйпитти ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="47">[Чӗрӗ юлнисем,] ултҫӗр ҫын, пушхире, Риммон ту хысакӗ патне, тарса кайнӑ, ҫавӑнта, Риммон чул ту хушӑкӗнче, тӑватӑ уйӑх пытанса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="48">Израильсем каллех Вениамин ывӑлӗсем патне кайнӑ та вӗсене хӗҫпе пӗтернӗ, хулари ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те, [пӗтӗм хулисенче] мӗн тӗл пулнӑ, ҫавна пӗтӗмпех, тата ҫул ҫинче тӗл пулнӑ пур хулана та вутпа ҫунтарса янӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Израильсем Массифа хулинче тупа туса каланӑ: пирӗнтен нихӑшӗ те хӑй хӗрне Вениамин ывӑлне качча парас ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Халӑх Турӑ ҫуртне пухӑннӑ та каҫ пуличчен Турӑ умӗнче ларнӑ, темӗн тӗрлӗ кӑшкӑрса макӑрнӑ, татӑлса йӗнӗ,</verse>
				<verse number="3">каланӑ вӗсем: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри! мӗншӗн Израильре ҫакӑн пек пулса тухрӗ-ши, Израилӗн мӗншӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Тепӗр кунне халӑх ир-ирех тӑнӑ та ҫавӑнта парне вырӑнӗ тунӑ, унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.</verse>
				<verse number="5">Израиль ывӑлӗсем каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухӑва Израиль йӑхӗсенчен кам килмесӗр юлнӑ? тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне килменнисене хӑрушӑ ылханпа ылханнӑ, ҫав ҫынсене вилӗм аллине памалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Израиль ывӑлӗсем Вениамина, хӑйсен тӑванне, хӗрхеннӗ: Израилӗн пӗр йӑхӗ касӑлса ӳкрӗ-ҫке, тенӗ;</verse>
				<verse number="7">эпир, хамӑр хӗрсене вӗсене качча памӑпӑр тесе, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа турӑмӑр, халь ӗнтӗ чӗрӗ юлнисене ӑҫтан арӑм илсе памалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Каланӑ вӗсем: Израиль йӑхӗсенчен Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне килменни кам та пулин ҫук-и? тенӗ. Вара тупнӑ: Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулинчен Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухӑва никам та килмен пулнӑ иккен.</verse>
				<verse number="9">Пӗтӗм халӑха пӑхса тухнӑ, чӑнах, унта Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулинчен пӗр ҫын та пулман.</verse>
				<verse number="10">Вара халӑх ҫавӑнта вуникӗ пин вӑйпитти ҫын янӑ, вӗсене ҫапла хушнӑ: кайӑр та Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулине, унта пурӑнакансене хӗҫпе вӗлерсе тухӑр, хӗрарӑмсемпе ачасене те пӗтерӗр;</verse>
				<verse number="11">акӑ мӗнле тӑвӑр: кирек мӗнле арҫынна та, арҫынпа хутӑшнӑ кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗтмелле тупалӑр, [хӗрӗсене вара чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ. Ҫавӑн пек тунӑ та].</verse>
				<verse number="12">Вӗсем, Галаадри Иавис ҫыннисем хушшинчен арҫынпа хутӑшман тӑватҫӗр хӗр тупса, вӗсене Ханаан ҫӗрӗнчи Силома илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="13">Халӑх вара Риммон ту хысакӗ хушшине пытаннӑ Вениамин ывӑлӗсем патне вӗсемпе калаҫса пӑхма ҫынсем янӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма пулни ҫинчен пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="14">Вениамин ывӑлӗсем [израильсем патне] таврӑннӑ, вӗсене [израильсем] Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хӗрарӑмӗсенчен чӗрӗ хӑварнӑ хӗрсене качча панӑ; анчах та хӗрсем ҫитмен.</verse>
				<verse number="15">Вениаминшӑн, Ҫӳлхуҫа Израиль йӑхӗсене тӗрӗс-тӗкел хӑварманшӑн халӑх питӗ пӑшӑрханнӑ.</verse>
				<verse number="16">Халӑх пуҫлӑхӗсем каланӑ вара: ыттисене те арӑмлӑ тӑвас тесен мӗн тумалла-ши пирӗн? Вениаминӑн хӑйӗн хӗрарӑм ҫук, вӗсене вӗлерсе пӗтернӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Тата каланӑ: Вениамин йӑхӗ Израиль хушшинчен ан ҫухалтӑр, ҫавӑнпа унӑн еткер ҫӗрӗ чӗрӗ юлнӑ Вениамин ывӑлӗсене пултӑр, тенӗ;</verse>
				<verse number="18">анчах эпир вӗсене хамӑр хӗрсене качча параймастпӑр; мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Вениамина хӗр паракан ылханлӑ пултӑр тесе тупа турӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Тата каланӑ: кашни ҫулах Силом хулинче Ҫӳлхуҫа уявӗ пулать, хули вӑл Вефиль хулинчен ҫурҫӗр енче, Вефильтен Сихеме каякан ҫултан тухӑҫ енче, Левона хулинчен кӑнтӑр енче ларать, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр,</verse>
				<verse number="21">астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ;</verse>
				<verse number="22">хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вениамин ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ та: вӑйӑ картине тухнӑ хӗрсем хушшинчен кашнийӗ хӑй валли арӑм вӑрласа кайнӑ, хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ, унта хуласем лартса пурӑна пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="24">Израильсем те ӗнтӗ унтан кашнийӗ хӑйӗн йӑхне, хӑйӗн ӑрӑвне саланнӑ, кайран вара кашнийӗ хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫав вӑхӑтра Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="8">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Израиль халӑхне тӳресем тытса тӑнӑ вӑхӑтра ҫӗр ҫинче выҫлӑх пулнӑ. Ҫавӑн чухне Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчи пӗр ҫын хӑйӗн арӑмӗпе икӗ ывӑлне ертсе Моав хирне пурӑнма кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав ҫын Елимелех ятлӑ пулнӑ, арӑмӗн ячӗ — Ноеминь, ывӑлӗсен ячӗсем Махлон тата Хилеон пулнӑ; вӗсем Ефрафа ҫыннисем, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем ҫыннисем, пулнӑ. Вӗсем Моав хирне ҫитнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="3">Елимелех — Ноеминь упӑшки — вилнӗ, Ноеминь вара икӗ ывӑлӗпе тӑрса юлнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ывӑлӗсем Моав хӗрӗсене качча илнӗ, пӗрин арӑмӗ Орфа ятлӑ, тепӗрин арӑмӗ Руфь ятлӑ пулнӑ, вӗсем унта вунӑ ҫула яхӑн пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Каярахпа Ноеминӗн икӗ ывӑлӗ те — Махлонпа Хилеон — вилнӗ, вара ҫав хӗрарӑм икӗ ывӑлӗсӗр, упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнта, Моав хирӗнче, пурӑннӑ чухне вӑл Турӑ Хӑйӗн халӑхне кӑмӑл туса тырӑ-пулӑ панӑ тенине илтнӗ те икӗ кинне ертсе Моав хирӗнчен тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫапла вӑл хӑй пурӑннӑ вырӑнтан тапранса тухнӑ, икӗ кинӗ те унпа пӗрле пулнӑ. Иудея ҫӗрне таврӑннӑ чухне, ҫулпа пынӑ чухне,</verse>
				<verse number="8">Ноеминь икӗ кинне ҫапла каланӑ: кайӑрах ӗнтӗ, иксӗр те аннӗрсен килне таврӑнӑр; эсир манӑн ывӑлӑмсемпе те, хуняҫӑрпа та, манпа та ырӑ пурӑнтӑр, ҫавна кура Ҫӳлхуҫа сире хӑвӑра та ырӑлӑх патӑр!</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа сире, упӑшка тупса, ӗмӗрӗре упӑшкӑр килӗ-ҫуртӗнче ирттерме пӳртӗр, тенӗ. Унтан вӑл вӗсене иккӗшне те ыталаса чуптунӑ. Кусем вара уласа йӗре пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="10">йӗре-йӗре каланӑ: ҫук, эпир санпа пӗрле санӑн халӑху патне каятпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ноеминь вара каланӑ: каяллах таврӑнӑр, хӗрӗмсем; мӗншӗн сирӗн манпа каяс? сире валли упӑшка пулма манӑн варта ывӑлсем тата пулӗҫ-им?</verse>
				<verse number="12">каяллах таврӑнӑр, хӗрӗмсем, кайӑрах, эпӗ качча тухма ватӑ ӗнтӗ. Эпӗ сире: «манӑн шанчӑкӑм пӗтмен-ха» тесессӗн те, кӗҫӗрех упӑшкампа пулса кайран ывӑлсем ҫуратса парас пулсассӑн та,</verse>
				<verse number="13">сирӗн вӗсем ҫитӗниччен кӗтме юрать-и вара? качча тухмасӑр, тӑхтаса пурӑнма юрать-и вара сирӗн? Ҫук, хӗрӗмсем, эпӗ сирӗншӗн кулянатӑп, мана ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа алли ҫитрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Лешӗсем каллех уласа йӗре пуҫланӑ. Орфа вара хунямӑшӗпе сывпуллашнӑ [та хӑйӗн халӑхӗ хушшине таврӑннӑ], Руфь хунямӑшӗпе пӗрлех юлнӑ.</verse>
				<verse number="15">[Ноеминь Руфе] каланӑ: ав сан килӗнтешӳ хӑвӑр халӑх хушшине, хӑвӑр туррӑрсем патне таврӑнчӗ; эсӗ те килӗнтешӳ хыҫҫӑн каях ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Анчах Руфь ҫапла каланӑ: хӑвна пӑрахса хӑварма, хӑвӑнтан уйӑрӑлса кайма ан хисте мана; эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп, эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнта пурӑнӑп; санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ;</verse>
				<verse number="17">эсӗ ӑҫта вилӗн, эпӗ те ҫавӑнта вилсе ҫӗре кӗрем; Ҫӳлхуҫа мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр; мана санран вилӗм ҫеҫ уйӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Кинӗ хӑйӗн сӑмахӗ ҫинче хытӑ тӑнине кура, [Ноеминь] ӑна текех хистемен ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем ҫапла иккӗшӗ Вифлееме ҫитиччен пӗрле пынӑ. Вифлееме пырса кӗрсессӗн, вӗсене курса, пӗтӗм хула хусканнӑ: ара, ку Ноеминь-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ноеминь вӗсене каланӑ: ӗнтӗ мана Ноеминь тесе ан чӗнӗр, мана Мара тесе чӗнӗр, мӗншӗн тесессӗн Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ;</verse>
				<verse number="21">кунтан кайнӑ чухне эпӗ тулли пурӑнӑҫпа тухса кайрӑм, таврӑнасса вара Ҫӳлхуҫа мана пушӑ алӑпа таврӑнмалла турӗ; Ҫӳлхуҫа мана ҫапла асаплантарчӗ пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракан мана хӗн-асап пачӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха мана Ноеминь тесе чӗнес? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ноеминь ҫапла таврӑннӑ вара, унпа пӗрле Моав хирӗнчен килнӗ Руфь ятлӑ кинӗ — Моав хӗрӗ — пулнӑ, вӗсем Вифлееме урпа вырма пуҫланӑ вӑхӑтра килсе ҫитнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ноеминӗн упӑшки енчен пӗр хурӑнташӗ пулнӑ, вӑл питӗ сумлӑ ҫын шутланнӑ, вӑл Елимелех йӑхӗнчен пулнӑ, ӑна Вооз тесе чӗннӗ.</verse>
				<verse number="2">Моав хӗрӗ Руфь Ноемине каланӑ: эпӗ хире каям та, кам мана кӑмӑллӑ пулӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн пучах пуҫтарса ҫӳрем, тенӗ. Лешӗ ӑна: каях, хӗрӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара вӑл хире кайнӑ та тырӑ выракансем хыҫӗнчен пучах пуҫтарса ҫӳренӗ. Вӑл пучах пуҫтарса ҫӳрекен хир Елимелех йӑхӗнчи Вооз ҫӗрӗ, унӑн пай ҫӗрӗ, пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ Вооз Вифлеемрен ҫитнӗ те тырӑ выракансене: Турӑ пулӑштӑр сире! тенӗ. Вӗсем Вооза хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вооз тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫинчен ыйтнӑ: ку ҫамрӑк хӗрарӑм ӑҫтискер? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫӑ каланӑ: ку ҫамрӑк арӑм — Моав хӗрӗ, Моав хирӗнчен Ноеминьпе пӗрле килнӗ;</verse>
				<verse number="7">вӑл: «эпӗ выракансем хыҫӗнчен кӗлтесем хушшипе пучах пуҫтарса ҫӳрем-ха» терӗ; ӗнтӗ иртен пуҫласа каҫчен ҫӳрет; вӑл килӗнче те сахал пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вооз вара Руфе каланӑ: итле-ха, хӗрӗм, пучах пухма урӑх ана ҫине ан кай, кунтан ан кай, ҫакӑнта манӑн хӗрарӑм тарҫӑмсемпе пӗрле ҫӳре;</verse>
				<verse number="9">санӑн куҫу умӗнче вӗсем выракан ана пултӑр, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳре; эпӗ тарҫӑмсене хытарсах каларӑм: вӗсем сана тивмӗҫ; ӗҫессӳ килсессӗн манӑн тарҫӑсем ӗҫекен савӑтран ӑсса ӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Руфь ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗпе ҫӗре ҫити тайӑлса ҫапла каланӑ: саншӑн мӗн тӗлӗшрен кӑмӑллӑ пултӑм-ши, эпӗ ют ҫӗр ҫынни пулсассӑн та, эсӗ мана ҫапла хапӑл йышӑнатӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вооз ӑна хуравласа каланӑ: упӑшку вилсессӗн эсӗ хунямушӑн мӗн-мӗн тунине эпӗ илтсеттӗм: эсӗ — аҫу-аннӳне, ҫуралса ӳснӗ ҫӗршывна хӑварса — хунямупа пӗрле ют халӑх хушшине килсе кӗнӗ, ҫак халӑха эсӗ ӗнер те, виҫӗмкун та пӗлмен-ҫке;</verse>
				<verse number="12">ҫак ӗҫӳшӗн сана Ҫӳлхуҫа тивӗҫлипех тӳлетӗр, эсӗ Унӑн ҫуначӗ айӗнче хӳтӗленсе тӑма килнӗ; Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана ҫавӑншӑн мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Руфь ӑна каланӑ: эй хуҫамӑм, санӑн кӑмӑлна курмалла пуласчӗ манӑн! эсӗ манӑн чуна йӑпатрӑн, мана — хӑвӑн чуруна — ырӑ сӑмах каларӑн, эпӗ вара санӑн пӗр хӗрарӑм чуру тӗшне те тӑмастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вооз ӑна каланӑ: кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, кил, ҫӑкӑр ҫиме лар, татӑкна сӗрхе ҫине пуҫса ҫи, тенӗ. Руфь тырӑ выракансем ҫумне пырса ларнӑ. Вооз ӑна ҫӑкӑр касса панӑ; лешӗ ҫинӗ, тӑраннӑ, ытлашшийӗ те юлнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вара пучах пуҫтарма тӑнӑ. Вооз хӑйӗн тарҫисене хытарсах каланӑ: кӗлтесем хушшинче те пуҫтарса ҫӳретӗр вӑл, эсир ӑна ан кӳрентерӗр;</verse>
				<verse number="16">кӗлтерен те пучах тӑккаласа хӑварӑр, пуҫтартӑрах вӑл, [ҫиессе те ҫитӗр,] эсир ӑна ан ӳпкелӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла Руфь ана ҫинче иртен пуҫласа каҫчен пуҫтарса ҫӳренӗ, унтан вӑл мӗн пуҫтарнине ҫапнӑ та, унӑн пӗр ефана яхӑн урпа тухнӑ.</verse>
				<verse number="18">Руфь, урпине илсе, хулана таврӑннӑ, мӗн чухлӗ пуҫтарнине хунямӑшне кӑтартнӑ. Унтан [Руфь] хӑй ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн юлнӑ ҫӑкӑр татӑкне [хӗвӗнчен кӑларса] хунямӑшне панӑ.</verse>
				<verse number="19">Хунямӑшӗ ӑна каланӑ: эсӗ паян ӑҫта пуҫтарса ҫӳрерӗн, ӑҫта ӗҫлерӗн? сана йышӑннӑ ҫынна пиллӗх пултӑр! тенӗ. [Руфь] хӑй кам патӗнче ӗҫлесе ҫӳренине хунямӑшне каласа кӑтартнӑ: эпӗ паян Вооз ятлӑ ҫын патӗнче ӗҫлесе ҫӳрерӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ноеминь хӑйӗн кинне каланӑ: чӗррисене те, вилнисене те ырӑлӑх тунӑшӑн ӑна Ҫӳлхуҫаран пиллӗх пултӑр! тенӗ. Ноеминь ӑна тата каланӑ: вӑл пире ҫывӑх ҫын; вӑл пирӗн хурӑнташ пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Моав хӗрӗ Руфь [хӑйӗн хунямӑшне] каланӑ: вӑл мана тата ҫапла каларӗ: ман тырра вырса пӗтеричченех эсӗ манӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле ҫӳре терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ноеминь хӑй кинне Руфе каланӑ: хӗрӗм, унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе ҫӳрени лайӑх-ха вӑл, урӑх ана ҫине кайса хур курса ҫӳрес ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла вара, Руфь Воозӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳренӗ, урпапа тулӑ вырса пӗтеричченех Вооз ани ҫинче [пучах] пуҫтарнӑ, пурӑнасса вӑл хунямӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ноеминь, хунямӑшӗ, Руфе каланӑ: хӑвна лайӑх пултӑрччӗ тесессӗн, хӳтӗлӗх шырамалла мар-ши санӑн?</verse>
				<verse number="2">Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать;</verse>
				<verse number="3">ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн;</verse>
				<verse number="4">вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">[Руфь] ӑна: пӗтӗмпех эсӗ каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара анкартине кайнӑ, хунямӑшӗ епле хушнӑ, ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="7">Вооз ӗҫнӗ-ҫинӗ, чӗрине савӑнтарнӑ, кайран капан ҫумне ҫывӑрма выртнӑ. Руфь ӗнтӗ, хуллен пырса, унӑн ури вителӗкне сирнӗ те ури вӗҫне выртнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Вооз шартах сиксе вӑраннӑ та тӑрса ларнӑ: акӑ ун ури вӗҫӗнче хӗрарӑм выртать.</verse>
				<verse number="9">[Вооз унран]: кам эсӗ? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ санӑн чуру Руфь, хӑвӑн чуруна ҫунатупа витсемччӗ: эсӗ манӑн хурӑнташӑм-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">[Вооз] каланӑ: [Ҫӳлхуҫа Турӑ] сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн;</verse>
				<verse number="11">ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="12">чӑнах, эпӗ санӑн хурӑнташу пулатӑп, анчах санӑн манран та ҫывӑхрах хурӑнташу пур;</verse>
				<verse number="13">кӗҫӗрлӗхе кунтах ҫӗр каҫ; ыран вара сана вӑл йышӑнсассӑн — йышӑнтӑр, аван пулӗ; вӑл йышӑнмасассӑн, эпӗ йышӑнӑп; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! Ирччен ҫывӑрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла Руфь унӑн ури вӗҫӗнче ирччен ҫывӑрнӑ, ирхине вара тул ҫутӑличченех — пӗр-пӗрне уҫӑмлӑн куричченех — тӑнӑ. Вооз каланӑ: анкартине хӗрарӑм килнине ан пӗлччӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл тата каланӑ: пӗркенчӗкне пар-ха, тытса тӑр-ха, тенӗ. Руфь ӗнтӗ ҫапла тунӑ, Вооз, [ӑна] ултӑ виҫе урпа ярса парса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ; хӑй хуланалла утнӑ.</verse>
				<verse number="16">[Руфь] ӗнтӗ хунямӑшӗ патне таврӑннӑ. Лешӗ [унран] ыйтнӑ: хӗрӗм, мӗн калӑн? тенӗ. Руфь вара хунямӑшне ҫав ҫын мӗн тунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ:</verse>
				<verse number="17">вӑл мана ҫак ултӑ виҫе урпана парса ячӗ, хуняму патне пушӑ алӑпа ан таврӑн терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Хунямӑшӗ каланӑ: ӗҫ мӗнле татӑличчен кӗт-ха, хӗрӗм; вӑл ҫын паянхи кун ку ӗҫе вӗҫлемесӗр лӑпланас ҫук, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Вооз хапха умне тухса ларнӑ. Акӑ хурӑнташӗ, Вооз аса илнӗскер, иртсе пырать. [Вооз] ӑна каланӑ: кил-ха, юнашар лар-ха, тенӗ. Лешӗ ун патне пырса ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">[Вооз] хулари аслӑ ҫынсене, вунӑ ҫын, чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: ларӑр-ха ҫакӑнта, тенӗ. Лешӗсем юнашар пырса ларнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вара [Вооз] хӑйӗн хурӑнташне каланӑ: хайхи Моав ҫӗрӗнчен таврӑннӑ Ноеминь хӑй упӑшкин — пирӗн Елимелех тӑванӑмӑрӑн — анине сутать;</verse>
				<verse number="4">эпӗ ҫак хыпара сан хӑлхуна кӗртес терӗм, сана калас терӗм: ҫакӑнта ларакансем умӗнче, халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче ил эсӗ ҫав анана; тӳлесе илессӳ килсессӗн — тӳлесе ил; тӳлесе илессӳ килмесессӗн — мана кала, эпӗ пӗлсе тӑрам; сансӑр пуҫне илме тивӗҫлӗ ҫын ҫук, сан хыҫҫӑнхи вара — эпӗ, тенӗ. Лешӗ: эпӗ илетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вооз каланӑ: Ноеминь анине илсессӗн, Моав хӗрӗн Руфӗн анине те туянма тивет вара, тӑлӑх арӑм вӑл; вилнӗ хурӑнташӑмӑрӑн ячӗ унӑн ҫӗрӗнче ан ҫухалтӑр тесе, санӑн унӑн арӑмне качча илмелле, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара ҫав хурӑнташӗ каланӑ: эпӗ ӑна илейместӗп, хамӑн пай ҫӗрӗме арпаштарас мар, ӑна эсӗ йышӑн, эпӗ йышӑнаймастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӗлӗк Израиль халӑхӗ хушшинче ҫакӑн пек тӳлесе илнӗ чухне е улӑштарнӑ чухне ӗҫе татса панине ҫирӗплетмешкӗн ҫакӑн пек йӑла пулнӑ: пӗри тепӗрне, [хурӑнташӗн тивӗҫлӗхне хӑй ҫине илекенскерне,] хӑйӗн аттине хывса тыттарнӑ, ҫакӑ вара ӗҫе пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче татса панӑ пек шутланнӑ.</verse>
				<verse number="8">Леш хурӑнташӗ Вооза каланӑ: хӑвна валли туян, тенӗ. Вара аттине хывнӑ [та ӑна тыттарнӑ].</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ Вооз аслӑ ҫынсене, пур халӑха ҫапла каланӑ: эсир акӑ эпӗ Ноеминьрен Елимелехӗн пур пурлӑхне те, Хилеонпа Махлонӑн пур пурлӑхне те туяннине курса тӑратӑр;</verse>
				<verse number="10">тата эпӗ, вилнӗ хурӑнташӑмӑр ячӗ хӑйӗн пай ҫӗрӗнче сыхланса юлтӑр тесе, унӑн ячӗ тӑванӗсем хушшинчен, хапха умӗнчи вырӑнӗнчен ан ҫухалтӑр тесе, Махлон арӑмне, Моав хӗрне Руфе, качча илетӗп; эсир паян кӳнтеленсем пулатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара хапха умне пухӑннӑ халӑх та, аслӑ ҫынсем те каланӑ: эпир — кӳнтеленсем; санӑн ҫуртна кӗрекен арӑмна Ҫӳлхуҫа Рахильпе Лийӑна тивлет панӑ пек тивлетлӗ тутӑр: вӗсенчен Израиль халӑхӗ ӗрчесе кайнӑ; Ефрафӑра пуянлӑх туп, Вифлеемре яту чаплӑ пултӑр;</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа панипелен ҫак ҫамрӑк арӑм ҫуратас вӑрлӑхран санӑн килӳ Фамарь Иудӑна ҫуратса панӑ Фарес килӗ пек ӗрчевлӗ пултӑр.</verse>
				<verse number="13">Ҫапла вара, Вооз Руфе качча илсе арӑм тунӑ. Вооз ун патне кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе Руфь йывӑр ҫын пулнӑ, кайран ывӑл ача ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="14">Хӗрарӑмсем Ноемине каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл санӑн йӑхна пӗтме памарӗ! ҫак ача Израиль халӑхӗ хушшинче мухтавлӑ пултӑр!</verse>
				<verse number="15">вӑл сана ватӑлмалӑх кунунта савӑнтарса, пӑхса-тӑрантарса усрӗ: хӑвна юратакан кинӳ ҫуратнӑ ӑна, саншӑн кинӳ ҫичӗ ывӑлтан та пахарах, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ноеминь ачана алли ҫинчен ямасӑр йӑтса ҫӳренӗ, вӑл ачана пӑхаканни пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Кӳршӗ арӑмӗсем ӑна ят хунӑ, вӗсем: «Ноеминӗн ывӑл ача ҫуралчӗ» тенӗ; ӑна Овид ятлӑ хунӑ. Вӑл Давид ашшӗн, Иессейӗн, ашшӗ пулать.</verse>
				<verse number="18">Фарес йӑхӗ ҫакӑ: Фаресран Есром ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="19">Есромран Арам ҫуралнӑ; Арамран Аминадав ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="20">Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="21">Салмонран Вооз ҫуралнӑ; Воозран Овид ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="22">Овидран Иессей ҫуралнӑ; Иессейрен Давид ҫуралнӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="9">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ефрем тӑвӗ ҫинчи Рамафаим-Цофим хулинче пӗр ҫын, Ефрафа ҫынни, пурӑннӑ. Ӑна Елкана тесе чӗннӗ. Вӑл Иерохам ывӑлӗ пулнӑ, Иерохам — Илий ывӑлӗ, Илий — Тоху ывӑлӗ, Тоху вара Цуф ывӑлӗ пулнӑ;</verse>
				<verse number="2">Елканӑн икӗ арӑм пулнӑ: пӗрне Анна, тепӗрне Феннана тесе чӗннӗ; Феннанӑн ача пулнӑ, Аннӑн ача пулман.</verse>
				<verse number="3">Палӑртнӑ кунсенче ҫак ҫын Саваоф Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма тата ӑна парне кӳме хӑйӗн хулинчен Силома ҫӳренӗ; унта [Илий тата] унӑн икӗ ывӑлӗ, Офнипе Финеес, Ҫӳлхуҫа священникӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Парне кӳнӗ кун Елкана унӑн пайӗсене хӑйӗн арӑмне Феннанӑна тата унӑн мӗнпур ывӑлӗпе хӗрне уйӑрса панӑ;</verse>
				<verse number="5">Аннӑна вара [унӑн ача ҫук тесе] ятарлӑ пай панӑ; Ҫӳлхуҫа Аннӑн варне хупӑ тытнӑ пулин те, упӑшки ӑна [Феннанӑна юратнинчен ытларах] юратнӑ.</verse>
				<verse number="6">Феннана Аннӑна кулянтарсах тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа унӑн варне хупӑ тытнине аса илтерсе, ӳпкелешмелли сӑлтав тупа-тупа панӑ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ Ҫуртне кайса килмессерен, кашни ҫулах, ҫапла пулнӑ: лешӗ хурлантарнӑ, ку вара йӗнӗ [те ӳпкелешнӗ], апат та ҫимен.</verse>
				<verse number="8">Елкана, упӑшки, ӑна ҫапла каланӑ: Анна! [Лешӗ: эпӗ кунтах, тенӗ. Елкана каланӑ:] мӗншӗн йӗретӗн-ха, мӗншӗн ҫиместӗн, мӗншӗн чӗрӳ хурланать-ха санӑн? эпӗ саншӑн вунӑ ывӑлтан та лайӑхрах мар-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Пӗррехинче, Силомра пӗрле ӗҫсе ҫинӗ хыҫҫӑн, Анна вырӑнтан ҫӗкленнӗ те [Ҫӳлхуҫа умне тӑнӑ]. Ҫав вӑхӑтра Илий священник Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗ умӗнчи ларкӑч ҫинче ларнӑ-мӗн.</verse>
				<verse number="10">Анна, пӗтӗм чун-чӗререн хурланса, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, татӑлса макӑрнӑ,</verse>
				<verse number="11">вӑл ҫапла каласа тупа тунӑ: эй [Пурне те Тума Пултаракан Турӑ,] Саваоф Ҫӳлхуҫа! Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана [халалласа] парӑп, [вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ,] унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче чылайччен кӗлтунӑ хушӑра Илий унӑн тути-ҫӑварӗ ҫине пӑхса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="13">Анна хӑй ӑшӗнче каланӑран, сассине кӑлармасӑр тути-ҫӑварне ҫеҫ хускатнӑран Илий ӑна ӳсӗр пулӗ тесе шутланӑ.</verse>
				<verse number="14">Вара Илий ҫапла каланӑ: хӑҫанччен ӳсӗр пулӑн эсӗ? эрехӳнтен урӑл [та Турӑ умӗнчен кай], тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Анна ҫапла хуравласа каланӑ: апла мар, хуҫамӑм; эпӗ — чун-чӗререн хурланакан арӑм, эрех те, ҫиккер те ӗҫмен эпӗ; чунӑма Ҫӳлхуҫа умӗнче уҫса патӑм;</verse>
				<verse number="16">хӑвӑн чуруна юрӑхсӑр хӗрарӑм тесе ан шутла, эпӗ хама чӑтма ҫук хурлӑх пуснӑран ҫапла нумайччен калаҫрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Илий ҫапла хуравласа каланӑ: лӑпланса каях эппин, Израиль Турри эсӗ Унран мӗн ыйтнине пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Анна вара каланӑ: санӑн чуру сан куҫу умӗнче ырӑлӑх туптӑрччӗ! тенӗ. Вӑл ӗнтӗ хӑй ҫулӗпе кайнӑ, апат та ҫинӗ, унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем ирпеле тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ, унтан Рамӑна, хӑйсен килне, таврӑннӑ. Елкана хӑйӗн арӑмӗпе Аннӑпа хутшӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Аннӑна аса илнӗ.</verse>
				<verse number="20">Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Анна йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самуил тесе ят хунӑ; [вӑл ҫапла каланӑ:] эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран [Саваоф Турӑран] ыйтса илтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Унӑн упӑшки Елкана хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле [Силома] — Ҫӳлхуҫана ҫулсерен кӳрекен парнене кӳме, мӗн тума асӑннине вырӑна килтерме [тата хӑй ҫӗрӗ ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне пама] — тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Анна [унпа пӗрле] кайман, упӑшкине вӑл ҫапла каланӑ: ачана кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл кӑштах ӳссессӗн, эпӗ ӑна хамах илсе кайӑп та вӑл Ҫӳлхуҫа умне тӑрӗ, яланлӑхах унта юлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Елкана вара, упӑшки, ӑна ҫапла каланӑ: ху мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту; ӑна кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтариччен юлах; анчах [сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухнӑ] сӑмаха Ҫӳлхуҫа ҫирӗплеттӗрччӗ, тенӗ. Арӑмӗ вара килтех юлнӑ, ачине хӑҫанччен ӗмӗртмелле пулнӑ, ҫавӑн пек ӗмӗртнӗ те вӑл.</verse>
				<verse number="24">Ачине кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл ӑна Силома илсе кайнӑ, хӑйпе пӗрле виҫӗ пӑру, [ҫӑкӑрсем,] пӗр ефа ҫӑнӑх тата пӗр такмак эрех илсе вӗсем Силома Турӑ Ҫуртне ҫитнӗ, [ача та пӗрлех пулнӑ]; ачи пӗчӗк пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="25">[Ачана Ҫӳлхуҫа умне илсе пынӑ; унӑн ашшӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, палӑртнӑ кунсенче мӗнле парне кӳрсе тӑнӑ, ун чухне те ҫавӑн пек парне кӳнӗ. Ачине ҫавӑтса кӗнӗ,] пӑру пуснӑ; ачине [амӑшӗ, Анна,] Илий патне илсе пынӑ та</verse>
				<verse number="26">каланӑ: эй хуҫамӑм! санӑн чуну чӗрӗ пултӑрах, хуҫамӑм! эпӗ шӑпах сан умӑнта тӑрса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ хӗрарӑм пулатӑп;</verse>
				<verse number="27">эпӗ ҫак ачашӑн кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ;</verse>
				<verse number="28">эпӗ ӑна унӑн кунҫулӗ мӗн вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана паратӑп — вӑл Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӗ, тенӗ. Вара вӑл ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа умне ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Анна ӗнтӗ ҫапла каласа кӗлтунӑ: чӗреме Ҫӳлхуҫа савӑнтарчӗ; Туррӑм манӑн мӑйракана ҫӗклерӗ; чӗлхе-ҫӑварӑм тӑшманӑмсене хирӗҫ уҫӑлчӗ: Эсӗ мана ҫӑлнӑшӑн савӑнатӑп.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа пек сӑвапли урӑх ҫук; Сансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук; пирӗн Турӑ пек тӗрекли урӑх ҫук.</verse>
				<verse number="3">Урӑх мӑнаҫлӑ ан калаҫӑр; чӗлхӗр-ҫӑварӑртан чӑрсӑр сӑмах ан тухтӑр: Ҫӳлхуҫа — пурне те пӗлекен Турӑ, Унӑн ӗҫӗсем те виҫеллӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑйлисен уххи хуҫӑлса ӳкет, халсӑррисем вара пилӗкне хӑват ҫыхаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">тутӑ пурӑнакансем ҫӑкӑршӑн ӗҫлеҫҫӗ, выҫӑ пурӑнакансем канса лараҫҫӗ; ача туманни те ҫичӗ хут ҫуратать, нумай ачалли вара халсӑр пулать.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа вӗлерет те чӗртсе тӑратать, ҫӗр тӗпне антарать те ҫӳле хӑпартать.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа чухӑна кӑларать те пуйтарать, мӗскӗне хӑварать те асла кӑларать.</verse>
				<verse number="8">Чухӑна Вӑл тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратать, мӗскӗне пылчӑк ӑшӗнчен туртса кӑларать те аслӑ улпутсемпе юнашар лартать, еткерлӗхе вӗсене мухтавлӑ вырӑн парать: Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗн тӗпне-йӗрне тытса тӑрать, ун ҫинче Вӑл ҫутӑ тӗнчене ҫирӗплетнӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн утӑмне Вӑл асӑрхасах тӑрать, йӗркесӗр пурӑнакансем вара сӗмлӗхре ҫухалаҫҫӗ: этемӗн тӗрекӗ — вӑй-халра мар.</verse>
				<verse number="10">Хӑйпе тавлашакансене Ҫӳлхуҫа шӑлса ывӑтӗ; Вӑл вӗсене тӳперен кисрентерсе чӗтӗретӗ. [Ҫӳлхуҫа сӑваплӑ. Ӑсли хӑйӗн ӑсӗпе ан мухтантӑр, вӑйли те хӑйӗн вӑйӗпе ан мухтантӑр, пуянни те хӑйӗн пуянлӑхӗпе ан мухтантӑр, мухтанас теекенӗ Ҫӳлхуҫана ӑнланнипе, Ӑна пӗлнипе мухтантӑр.] Ҫӳлхуҫа тӗнченӗн вӗҫне-хӗрне сут тӑвӗ, Хӑйӗн патшине хӑват парӗ, Хӑй ҫу сӗрнӗ ҫыннӑн мӑйракине ҫӗклентерӗ.</verse>
				<verse number="11">[Вара Самуила ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа умне хӑварнӑ.] Елкана Рамӑна хӑйӗн килне кайнӑ, ача Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма Илий священник патне юлнӑ.</verse>
				<verse number="12">Илий ывӑлӗсем юрӑхсӑр ҫынсем пулнӑ; вӗсем Ҫӳлхуҫана уяман,</verse>
				<verse number="13">священниксен халӑх умӗнчи тивӗҫне те пӗлмен. Кам та пулин парне илсе пырсассӑн, аш пӗҫернӗ вӑхӑтра священник тарҫи аллине юплешке тытса пынӑ та,</verse>
				<verse number="14">ӑна хурана е тирӗке, е ҫатма ҫине, е чӳлмеке чиксе ярса, юплешки мӗн туртса кӑларнине священник валли илнӗ. Ҫавӑнта Силома пынӑ пур Израиль ҫынни тӗлӗшӗнчен те вӗсем ҫавӑн пек тунӑ.</verse>
				<verse number="15">Священник тарҫи ӗнтӗ парне ҫӑвне ҫунтарса яричченех пырса тӑнӑ та парне кӳме килнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: священник валли ӑшаламалли аш пар; вӑл санран пиҫнӗ аш илмест, чӗррине пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Эхер те кам та пулин ӑна: «тумаллине туччӑр-ха, ҫӑва ҫунтарса яччӑр-ха, кайран чуну мӗн чухлӗ ыйтать, ҫавӑн чухлӗ ил» тесессӗн, вӑл: ҫук, халех пар, памастӑн пулсассӑн вӑйпах илетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫак ҫамрӑк ҫынсен Ҫӳлхуҫа умӗнчи ҫылӑхӗ ҫав тери пысӑк пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫа валли парне кӳме чӑрмантарнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫамрӑк ача Самуил Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗтӗн ефод тӑхӑнса ӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫиелтен тӑхӑнмалли пӗчӗк тумтирне ун валли амӑшӗ хатӗрлесе тӑнӑ, вӑл упӑшкипе пӗрле тивӗҫлӗ парне кӳме ҫӳренӗ чухне ӑна ҫулсеренех илсе килсе панӑ.</verse>
				<verse number="20">Илий, Елканӑпа унӑн арӑмне пиллесе, ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫана халалланӑ ачу вырӑнне Ҫӳлхуҫа сана ҫак арӑмунтан тата ача патӑр! тенӗ. Лешӗсем вара хӑйсем пурӑнакан вырӑна кайнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Аннӑна аса илнӗ, Анна йывӑр ҫын пулса виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр ҫуратса панӑ; ҫамрӑк ача Самуил вара Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ.</verse>
				<verse number="22">Илий ӗнтӗ питӗ ватӑ пулнӑ, вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем Израиль ҫыннисем тӗлӗшпе мӗн хӑтланни ҫинчен, вӗсем пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне пухӑнакан хӗрарӑмсемпе ҫывӑрни ҫинчен илтнӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫакӑн пек ӗҫсем тӑватӑр-ха? эпӗ [Ҫӳлхуҫанӑн] пӗтӗм халӑхӗнчен сирӗн ҫинчен япӑх сӑмах илтетӗп.</verse>
				<verse number="24">Аван мар, ачамсем, эпӗ [сирӗн ҫинчен] илтекен сас-хура лайӑх мар, [ун пек ан тӑвӑр — эпӗ илтекен сас-хура лайӑх мар]; эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне пӑсатӑр;</verse>
				<verse number="25">эхер те этем этеме хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, уншӑн Турра кӗлтӑваҫҫӗ; эхер те этем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, ун хутне кӗрекенни кам пулӗ? тенӗ. Анчах вӗсем ашшӗн сӑмахне итлемен: Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ вӗсене вилӗм аллине пама шутланӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫамрӑк ача Самуил вара ҫитӗннӗҫемӗн ҫитӗнсе пынӑ, ӑна Ҫӳлхуҫа та, ҫынсем те кӑмӑлланӑҫемӗн кӑмӑлланӑ.</verse>
				<verse number="27">Илий патне Турӑ ҫынни килнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем Египетра, фараон ҫуртӗнче, пулнӑ вӑхӑтра Эпӗ санӑн аҫун килне курӑнмарӑм-и вара?</verse>
				<verse number="28">Ӑна пӗтӗм Израиль йӑхӗнчен Хамӑн священникӑм пулма — Мана парне кӳрекен вырӑн патне хӑпартӑр, фимиам тӗтӗртӗр, Ман умӑмра ефод тӑхӑнса ҫӳретӗр тесе — суйласа илмерӗм-и? Израиль ывӑлӗсем ҫунтарса кӳрекен мӗнпур парнерен Эпӗ санӑн аҫун килне пай парса тӑмарӑм-и?</verse>
				<verse number="29">Мӗншӗн-ха эсир Ман патӑма илсе килнӗ парнесене, тырӑ-пулӑ парнине урӑрпа таптатӑр, Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫуртӑм валли пулччӑр тенӗччӗ, мӗншӗн-ха эсӗ хӑвӑн ывӑлусене Манран маларах хуратӑн, Манӑн халӑхӑм — Израиль — илсе килнӗ малтанхи ҫимӗҫсемпе самӑрланатӑн? тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ мӗн калать: Эпӗ ун чухне: «санӑн килӳ, санӑн аҫун килӗ ӗмӗрех Манӑн куҫ умӗнче пулӗҫ» тенӗччӗ. Анчах халӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: малашне ун пек пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хама мухтакансене мухтатӑп, Мана хисепе хуманнисем вара хисепрен тухӗҫ.</verse>
				<verse number="31">Акӑ Эпӗ санӑн шӑнӑрна та, аҫу килӗн шӑнӑрне те касса ярас кунсем ҫывӑхараҫҫӗ, апла санӑн ҫуртунта [нихӑҫан та] ватӑ ҫын пулмӗ;</verse>
				<verse number="32">Ҫӳлхуҫа Израиле кӑмӑллать пулин те, эсӗ Манӑн ҫуртӑм юхӑннине курӑн, санӑн килӳнте пурӑнӑҫ тӑршшӗпех ватӑ ҫын пулмӗ.</verse>
				<verse number="33">Хамӑн парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма Эпӗ санӑн ӑрӑвунтан пӗр священник ҫеҫ хӑварӑп, анчах вӑл суккӑрланса ларӗ, халран кайса ҫитӗ; санӑн пӗтӗм ӑрӑву вӑтам ҫулсенчех вилсе пырӗ.</verse>
				<verse number="34">Акӑ сана паллӑ паратӑп: вӑл санӑн икӗ ывӑлна, Офнипе Финееса, пырса тивӗ — иккӗшӗ те вӗсем пӗр кунра вилсе выртӗҫ.</verse>
				<verse number="35">Хам валли вара шанчӑклӑ священник лартӑп; вӑл Манӑн чӗрем, Манӑн чунӑм ыйтнӑ пек туса тӑрӗ; унӑн килне те ҫирӗп тӑвӑп; вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Эпӗ ҫу сӗрсе янӑскерӗ умӗнче ҫӳрӗ;</verse>
				<verse number="36">вара санӑн килӳнте чӗрӗ юлнисенчен кашниех ун патне пӗр гера кӗмӗлшӗн, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӗлеме пырӗ: «тӑранса пурӑнмалӑх пӗр-пӗр левит ӗҫне явӑҫтарсам мана» тейӗ, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫамрӑк ача Самуил ӗнтӗ Илий патӗнче Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе пурӑннӑ; ун чухне Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ сайра пулнӑ, Турӑ курӑнни-уҫса пани те тӑтӑшах пулман.</verse>
				<verse number="2">Ҫав вӑхӑтра, Илий хӑй вырӑнӗнче выртнӑ чухне, — вӑл тӗлӗре пуҫланӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл курман та, —</verse>
				<verse number="3">Турӑ ҫутаткӑҫӗ сӳнмен пулнӑ-ха, Самуил вара Турӑ арчи ларакан Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче выртнӑ;</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Самуила чӗнсе каланӑ: [Самуил, Самуил!] Лешӗ хуравланӑ: эпӗ кунтах! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара ача Илий патне чупса пынӑ та: эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн, тенӗ. Анчах лешӗ: эпӗ сана чӗнмен; каялла кайса вырт, тенӗ. Ача вара каялла кайса выртнӑ.</verse>
				<verse number="6">Анчах Ҫӳлхуҫа Самуила тепӗр хут чӗннӗ: [Самуил, Самуил!] Вӑл тӑнӑ та, Илий патне иккӗмӗш хут пырса: эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн, тенӗ. Анчах лешӗ: эпӗ сана чӗнмен, ывӑлӑм; каялла кайса вырт, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Самуил унччен Ҫӳлхуҫа сассине илтмен пулнӑ-ха, халиччен уншӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ уҫӑлман-ха.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Самуила тата тепре, виҫҫӗмӗш хут, чӗннӗ. Ача тӑнӑ та, Илий патне пырса: эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн, тенӗ. Илий вара ҫак ачана Ҫӳлхуҫа чӗннине ӑнланса илнӗ.</verse>
				<verse number="9">Илий Самуила каланӑ: каялла кайса вырт, [Чӗнекенӗ] хӑвна чӗнсессӗн, эсӗ ҫапла кала: Ҫӳлхуҫамӑм, кала: Санӑн чуру итлет, те, тенӗ. Самуил хӑйӗн вырӑнне кайса выртнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа килнӗ, каллех Унӑн сасси илтӗннӗ: Самуил, Самуил! Самуил вара: кала, [Ҫӳлхуҫамӑм,] Санӑн чуру итлет, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ;</verse>
				<verse number="12">ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп;</verse>
				<verse number="13">Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм;</verse>
				<verse number="14">ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.</verse>
				<verse number="15">Самуил ирччен ҫывӑрнӑ, [ирех тӑнӑ та] Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене уҫса янӑ; Самуил хӑй курнине Илие пӗлтерме хӑранӑ.</verse>
				<verse number="16">Илий ӑна хӑех чӗнсе илнӗ: Самуил ывӑлӑм! тенӗ. Лешӗ: эпӗ кунтах! тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Илий ҫапла каланӑ: сана мӗн каланӑ? манран ан пытар; хӑвна каланинчен эсӗ манран мӗн те пулин пытарас пулсассӑн, Турӑ сана ӑна та, кӑна та кӑтартӗ, тата ытларах та кӑтартӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Самуил ӑна йӑлтах, нимӗн пытармасӑр, каласа панӑ. Вара [Илий] каланӑ: Вӑл — Ҫӳлхуҫа; Хӑй мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Самуил ӳссе ҫитнӗ, Ҫӳлхуҫа унпа пӗрлех пулнӑ; Самуила мӗн каланинчен пӗр сӑмах та пурнӑҫланмасӑр юлман.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Самуила пророк пулма суйласа илнине пӗтӗм Израиль — Данран пуҫласа Вирсавия таранччен — пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="21">Самуила Силомра Хӑйӗн сӑмахӗ урлӑ Хӑйне уҫса панӑ хыҫҫӑн та Ҫӳлхуҫа Силомра курӑнма пӑрахман. [Самуил Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулнине Израильре пур ҫӗрте те, ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех, ӗненме тытӑннӑ. Илий ӗнтӗ питӗ ватӑлса ҫитнӗ, унӑн ывӑлӗсем вара ҫаплах Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйсенӗн юрӑхсӑр ҫулӗпе ҫӳренӗ.] Самуил ӗнтӗ пӗтӗм Израильпе калаҫнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">[Филистимсем Израиль халӑхӗпе ҫапӑҫма пуҫтарӑннӑ.] Израиль халӑхӗ филистимсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма тухнӑ, Авен-Езер патӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ, филистимсем Афек хули ҫывӑхӗнче чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Филистимсем Израиль ҫыннисене хирӗҫ тӑрса тухнӑ та, ҫапӑҫу пулса иртнӗ, филистимсем Израиль халӑхне парӑнтарнӑ, вӗсем вӑрҫӑ хирӗнче тӑватӑ пине яхӑн ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="3">Халӑх тапӑра таврӑннӑ; вара Израилӗн аслӑ ҫыннисем каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире паян филистимсен умӗнче мӗншӗн пӗтерсе тӑкрӗ-ха? Силомран Ҫӳлхуҫанӑн саккун арчине илсе килес, вӑл пирӗнпе пӗрле пырӗ, пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара Силома ҫынсем янӑ, вӗсем унтан херувимсем ҫинче ларакан Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн саккун арчине илсе килнӗ; Турӑ саккунӗн арчипе пӗрле Илийӗн икӗ ывӑлӗ, Офнипе Финеес, ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи тапӑра пырса ҫитсессӗн, пӗтӗм Израиль ҫӗр чӗтренмелле хыттӑн кӑшкӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="6">Филистимсем кӑшкӑрашу шавне илтнӗ те ҫапла каланӑ: еврейсен тапӑрӗнче мӗншӗн ҫакӑн пек вӑйлӑ кӑшкӑрашаҫҫӗ-ха? тенӗ. Вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи тапӑра пырса ҫитнине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="7">Филистимсем, хӑраса ӳксе, каланӑ: вӗсем патне тапӑра ҫав Турӑ килнӗ, тенӗ. Тата каланӑ: пире хуйхӑ ҫитрӗ! ун пекки ӗнер те, виҫӗм кун та пулман, тенӗ;</verse>
				<verse number="8">пире хуйхӑ ҫитрӗ! ҫак хӑватлӑ Турӑ аллинчен пире кам хӑтарӗ? Ку вӑл шӑпах пушхирте Египет ҫыннисене тем тӗрлӗ асаплантарса пӗтернӗ Турӑ;</verse>
				<verse number="9">ҫирӗп тӑрӑр та паттӑр пулӑр, филистимсем, еврейсем сирӗн патӑрта чуралӑхра пулнӑ пек, сирӗн хӑвӑрӑн еврейсен аллине чуралӑха кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр; паттӑр пулӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫапӑҫнӑ вара филистимсем, Израиль ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне тарса пытаннӑ, вӗсем ҫав тери пысӑк ҫухату тӳснӗ, Израиль ҫыннисенчен вӑтӑр пин ҫуран ҫын пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="11">Турӑ арчине те туртса илнӗ, Илийӗн икӗ ывӑлӗ Офнипе Финеес та вилнӗ.</verse>
				<verse number="12">Вениамин йӑхӗн пӗр ҫынни ҫапӑҫу хирӗнчен тарса тухнӑ та ҫав кунах Силома ҫитнӗ; ҫийӗнчи тумтирне вӑл ҫуркаласа пӗтернӗ пулнӑ, пуҫӗ ҫине вӑл тусан сапнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл пырса ҫитнӗ чухне Илий хапха умӗнче, ҫул хӗрринчи ларкӑч ҫинче, пӑхса ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӗри Турӑ арчишӗн сехӗрленсе-чӗтресе тӑнӑ. Ҫав этем хулана килсе хыпар тусассӑн, пӗтӗм хула хыттӑн ахлатса янӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла кӑшкӑрнине-йӗнине илтсессӗн, Илий каланӑ: мӗншӗн ҫапла шавлаҫҫӗ? тенӗ. Ҫийӗнчех хайхи ҫын пырса тӑнӑ та Илие пӗтӗмпех каласа панӑ.</verse>
				<verse number="15">Илий ун чухне тӑхӑрвун саккӑрта пулнӑ; ӗнтӗ унӑн куҫӗ те тӗксӗмленнӗ, курми пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав ҫын Илие каланӑ: эпӗ тапӑртан килтӗм, ҫапӑҫу хирӗнчен паян тартӑм, тенӗ. Илий ӑна: мӗн пулса иртрӗ-ха, ывӑлӑм? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Хыпарҫӑ ҫапла хуравласа каланӑ: Израиль ӗнтӗ филистимсенчен тарма пуҫларӗ, халӑха питӗ вӑйлӑ хирсе тӑкрӗҫ, санӑн икӗ ывӑлу та, Офнипе Финеес та, вилчӗҫ, Турӑ саккунӗн арчине туртса илчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Турӑ саккунӗн арчийӗ ҫинчен илтсенех, Илий хапха умӗнчи ларкӑч ҫинчен месерле кайса ӳксе ҫурӑм шӑммине хуҫса пӑрахнӑ та ҫавӑнтах вилсе выртнӑ — вӑл ӗнтӗ ватӑ та кӳпшеке пулнӑ. Вӑл хӗрӗх ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Унӑн кинӗ, Финеес арӑмӗ, халь-халь ҫуратасла йывӑр ҫын пулнӑ. Турӑ арчине туртса илни ҫинчен тата хӑйӗн хуняшшӗпе упӑшки вилсе кайни ҫинчен илтсессӗн, вӑл чӗркуҫҫи ҫине авӑнса аннӑ та, пилӗк каснипе аптӑраса ӳксе, ҫавӑнтах ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл вилес умӗн ун тавра тӑракан хӗрарӑмсем ӑна каланӑ: ан хӑра, эсӗ ывӑл ҫуратрӑн, тенӗ. Анчах вӑл чӗнмен, вӗсене тӑна илмен.</verse>
				<verse number="21">Ачине вӑл Ихавод тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине ярса илнине, хуняшшӗпе упӑшки [вилнине] пӗлсессӗн, вӑл: «Израильрен чап пӑрӑнчӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл каланӑ: Израильрен чап пӑрӑнчӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине туртса илчӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Филистимсем Турӑ арчине туртса илнӗ те ӑна Авен-Езер хулинчен Азот хулине илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Филистимсем Турӑ арчине Дагона пуҫҫапмалли ҫурта йӑтса кӗнӗ, ӑна Дагон кӗлетки ҫывӑхне вырӑнаҫтарса лартнӑ.</verse>
				<verse number="3">Азот ҫыннисем тепӗр кунхине ирех тӑнӑ та, Дагон акӑ Ҫӳлхуҫа арчи умӗнче ӳпне вырта парать. Вӗсем Дагона йӑтса тӑратнӑ та каллех хӑй вырӑнне лартнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем тепӗр кунне ирхине тӑнӑ та, Дагон акӑ каллех Ҫӳлхуҫа арчи умӗнче ӳпне выртать; Дагон пуҫӗ, [икӗ ури тата] икӗ алли, касса пӑрахнӑскерсем, уйрӑммӑн-уйрӑммӑн алӑк урати ҫинче [выртнӑ], Дагонӑн кӳлепи ҫеҫ юлнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа Дагон апӑсӗсем те, Азот хулине Дагон кӗлетки ҫуртне ҫӳрекенсем те паян кунчченех Дагон алӑкӗн урати ҫине ура пусмаҫҫӗ, [ун урлӑ ярса пусаҫҫӗ].</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа алли Азот ҫыннисемшӗн йывӑрланса ҫитнӗ, Вӑл Азотра тата ун таврашӗнче пурӑнакансене хӗн кӑтартнӑ, вӗсене кутани ҫине тухнӑ шыҫӑ-мӑкӑль асаплантарнӑ, [ҫӗршывра тата шӑши ӗрчесе кайнӑ, хулара хӑрушла шуйханса ӳкнӗ].</verse>
				<verse number="7">Ҫакна курсассӑн Азот ҫыннисем каланӑ: Израиль Туррийӗн арчи пирӗн патӑмӑрта ан юлтӑрах — Израиль Туррийӗн алли пирӗншӗн те, Дагон туррӑмӑршӑн та йывӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара вӗсем Филисти ҫӗрне тытса тӑракансене пурне те хӑйсем патне пуҫтарнӑ та каланӑ: Израиль Туррийӗн арчипе пирӗн мӗн тумалла-ши? тенӗ. [Геф ҫыннисем] каланӑ: эппин, Израиль Туррийӗн арчи [пирӗн патӑмӑра] Гефа куҫтӑр, тенӗ. Вара Израиль Туррийӗн арчине Геф хулине ӑсатнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ӑна ӑсатнӑ хыҫҫӑн Геф хули ҫине Ҫӳлхуҫа алли ҫитнӗ — ку питӗ хӑрушӑ пулнӑ: Ҫӳлхуҫа хулара пурӑнакансене ваттинчен пуҫласа вӗтти таранах ҫапса ӳкернӗ, пурин ҫине те шыҫӑ тухса тулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем Турӑ арчине Аскалон хулине ӑсатнӑ; Турӑ арчи Аскалона пырса ҫитсессӗн, Аскалон ҫыннисем сехӗрленсех ӳкнӗ: Израиль Туррийӗн арчине кунта пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе пӗтерес тесе илсе килчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара ҫынсем ярса, Филисти ҫӗрне тытса тӑракансене пурне те пуҫтарнӑ та ҫапла каланӑ: Израиль Туррийӗн арчине каялла ӑсатӑр; вӑл пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе ан пӗтертӗр тесессӗн, ӑна хӑйӗн вырӑнне тавӑрмалла, тенӗ. Ӗнтӗ пӗтӗм хулана вилӗмле хӑрушлӑх ҫавӑрса илнӗ; [Израиль Туррийӗн арчи унта ҫитнӗ хыҫҫӑн] вӗсене Турӑ алли пусса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вилсе пӗтейменнисем шыҫӑпа асапланнӑ, вӗсем сехӗрленсе кӑшкӑрни тӳпене ҫитиех ҫӗкленнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа арчи Филисти ҫӗрӗнче ҫичӗ уйӑх пулнӑ, [ӗнтӗ ҫав ҫӗрте шӑши ӗрчесе тулнӑ].</verse>
				<verse number="2">Филистимсем апӑссене, тухатакансене [тата ӑрӑмҫӑсене] пухнӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа арчипеле мӗн тумалла-ши пирӗн? ӑна хӑй вырӑнне мӗнле ӑсатмаллине вӗрентӗр-ха пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Лешӗсем каланӑ: эхер те эсир Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн [халал] арчине каялла ярас тетӗр пулсассӑн, ӑна ахаль ан ярӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳрӗр; вара сывалса ҫитӗр те Унӑн алли сирӗн ҫинчен мӗншӗн сирӗлменнине пӗлӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара вӗсем: пирӗн Ӑна мӗнле ӳкӗнӗҫ парни кӳмелле-ши? тенӗ. Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ;</verse>
				<verse number="5">ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ;</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ;</verse>
				<verse number="7">эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр;</verse>
				<verse number="8">унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах;</verse>
				<verse number="9">пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара вӗсем ҫапла тунӑ: пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илнӗ те вӗсене ҫар урапи кӳлсе янӑ, вӗсен пӑрушӗсене килӗсенче хӑварнӑ;</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа арчине тата ылтӑн шӑшисемпе мӑкӑль ӗренкисем тултарнӑ ещӗке ҫар урапи ҫине лартнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнесем тӳрех Вефсамис ҫулӗ патнелле кайнӑ; пӗр ҫулпах пынӑ, мӗкӗрсе пынӑ, анчах сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман; Филисти ҫулпуҫӗсем вара вӗсем хыҫҫӑн Вефсамис чиккине ҫитиех пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Вефсамисра пурӑнакансем ҫав вӑхӑтра айлӑмра тулӑ вырнӑ, пӑхнӑ та Ҫӳлхуҫа арчине курах кайнӑ, ӑна курсассӑн савӑнсах ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫар урапи Вефсамис ҫыннин Иисусӑн хирне ҫитнӗ те тӑпах чарӑннӑ; кунта пысӑк чул пулнӑ, ҫар урапине вутӑ валли вакласа тӑкнӑ, ӗнисене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="15">Левитсем, Ҫӳлхуҫа арчине тата унпа юнашар ларакан ылтӑн япаласем тултарнӑ ещӗке йӑтса антарса, ҫав пысӑк чул ҫине лартнӑ; Вефсамисра пурӑнакансем вара ҫав кунхине выльӑх пусса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳнӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫакна Филисти ҫӗрне тытса тӑракан пилӗк пуҫлӑх курнӑ, ҫав кунах вӗсем Аккарона таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="17">Филистимсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ӳкӗнӗҫ парнинчи ҫак ылтӑн мӑкӑльсенчен пӗри Азотшӑн, пӗри Газӑшӑн, пӗри Гефшӑн, пӗри Аккароншӑн пулнӑ;</verse>
				<verse number="18">ылтӑн шӑшийӗсем вара Филисти хулисен шутне кура, вӗсене тытса тӑракан пилӗк ҫын шутне кура, Ҫӳлхуҫа арчине лартса хунӑ пысӑк чул патне ҫити тӑсӑлакан ҫирӗплетнӗ хуласемпе уҫӑ ялсен ятӗнчен пулнӑ. Ҫав чул паян кунчченех Вефсамис ҫыннин Иисусӑн хирӗнче выртать.</verse>
				<verse number="19">[Вефсамисра пурӑнакан Иехонния ывӑлӗсенӗн Ҫӳлхуҫа арчине курнӑшӑн савӑнмалла мар пулса тухнӑ.] Вефсамисра пурӑнакансем Ҫӳлхуҫа арчине уҫа-уҫа пӑхнӑ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсене хӗн кӑтартнӑ, аллӑ пин те ҫитмӗл ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ; ӗнтӗ халӑх макӑрса янӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа халӑха шутсӑр пысӑк асап кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вара Вефсамисра пурӑнакансем каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнче, ҫакӑ сӑваплӑ Турӑ умӗнче, кам тӑма пултарайӗ? пирӗн патӑмӑртан Вӑл кам патне кайӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вара вӗсем Кириаф-Иарим хулинче пурӑнакансем патне элчӗсем янӑ, вӗсене: «филистимсем Ҫӳлхуҫа арчине тавӑрса пачӗҫ; килӗр, ӑна хӑвӑр патӑра илсе кайӑр» теме хушнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Кириаф-Иаримра пурӑнакансем килнӗ те Ҫӳлхуҫа арчине илсе кайнӑ, ӑна Аминадав ҫуртне, сӑрт ҫине, йӑтса ҫитернӗ, Елеазара, унӑн ывӑлне, Ҫӳлхуҫа арчине сыхлама хушнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа арчи Кириаф-Иаримра юлнӑранпа нумай вӑхӑт, пӗр ҫирӗм ҫул, иртнӗ. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Самуил вара пӗтӗм Израиль халӑхне ҫапла тесе каланӑ: эсир пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнатӑр пулсассӑн, ют ҫӗр туррисемпе Астартӑсене хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр, хӑвӑр чӗрӗре Ҫӳлхуҫана вырӑнаҫтарӑр, пӗр Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара сире филистимсен аллинчен хӑтарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Израиль ывӑлӗсем Ваалсемпе Астартӑсене хӑваласа янӑ та пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫашӑн ҫеҫ ӗҫлесе пурӑнма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="5">Каланӑ вара Самуил: Израиль ҫыннисене пурне те Массифа хулине пуҫтарӑр та, эпӗ сирӗншӗн Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Массифӑна пуҫтарӑннӑ, шыв ӑсса, Ҫӳлхуҫа умне тӑкнӑ, ҫав кун эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр тесе типӗ тытнӑ. Самуил Массифӑра Израиль ывӑлӗсен тавӑҫӗсене татса панӑ.</verse>
				<verse number="7">Филистимсем Израиль ывӑлӗсем Массифӑна пухӑннине пӗлсессӗн, Филисти ҫулпуҫӗсем Израиле хирӗҫ кайнӑ. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн Израиль ҫыннисем филистимсенчен хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Самуила каланӑ: пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тархаслама ан чарӑн, Вӑл пире филистимсен аллинчен ҫӑлтӑрччӗ, тенӗ. [Самуил каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑмран хӑпас ҫук, сирӗншӗн тархасласа кӗлтума чарӑнас ҫук! тенӗ.]</verse>
				<verse number="9">Самуил чӗчӗ ӗмекен пӗр путеке суйласа илнӗ те ӑна [пӗтӗм халӑхпа пӗрле] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана Израильшӗн тархасланӑ, ӑна Ҫӳлхуҫа илтнӗ.</verse>
				<verse number="10">Самуил пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ чухне филистимсем Израильпе ҫапӑҫма ҫитнӗ. Анчах ҫав кун Ҫӳлхуҫа филистимсен тӗлӗнче аслати сассиллӗн хӑрушла кӗмсӗртеттерсе янӑ та вӗсене сехӗрлентерсе пӑрахнӑ, вӗсем ӗнтӗ тарма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="11">Израиль ҫыннисем, Массифӑран тапранса тухса, филистимсене хыҫалтан хӑваласа кайнӑ, вӗсене Вефхор ҫывӑхӗнчи вырӑна ҫитичченех аркатса пынӑ.</verse>
				<verse number="12">Самуил пӗр чул илнӗ те ӑна Массифӑпа Сен хушшине вырӑнаҫтарса лартнӑ, ҫавна вӑл, Авен-Езер тесе ят парса, ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире ҫак вырӑна ҫитиччен пулӑшрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Филистимсене ҫапла йӑвашлатнӑ, вӗсем Израиль ҫӗрӗ ҫине ҫӳреме пӑрахнӑ; Самуил пурӑннӑ чухне филистимсене Ҫӳлхуҫа алли пусса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Филистимсем Израильрен туртса илнӗ хуласене, Аккаронран пуҫласа Гефа ҫити, Израиле каялла тавӑрса панӑ, Израиль вӗсемпе чикӗллӗ ҫӗрсене те Филисти аллинчен хӑтарнӑ, Израильпе аморрейсем хушшинче тӑнӑҫлӑх пуҫланнӑ.</verse>
				<verse number="15">Самуил ӗнтӗ пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех Израиль тӳри пулнӑ:</verse>
				<verse number="16">ҫултан ҫулах вӑл Вефиль, Галгал тата Массифа хулисене ҫитсе ҫаврӑнса тухнӑ, ҫавӑнти мӗнпур вырӑнта Израиле сут тунӑ;</verse>
				<verse number="17">кайран вӑл Рамӑна таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килӗ-ҫурчӗ ҫавӑнта пулнӑ, унта вӑл Израиле сут тунӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн туса лартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ватӑлса ҫитсессӗн, Самуил хӑйӗн ывӑлӗсене Израиль тӳрисем пулма лартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Унӑн аслӑ ывӑлӗн ячӗ — Иоиль, иккӗмӗш ывӑлӗн ячӗ вара — Авия; вӗсем Вирсавия хулинчи тӳресем пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Анчах унӑн ывӑлӗсем унӑн ҫулӗпе ҫӳремен, мул енне сулӑннӑ, парнесем илнӗ, тӗрӗс мар сут тунӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара Израилӗн аслӑ ҫыннисем пухӑннӑ та Самуил патне Рамӑна пынӑ,</verse>
				<verse number="5">каланӑ ӑна: акӑ эсӗ ватӑлса ҫитрӗн, анчах санӑн ывӑлусем санӑн ҫулупа ҫӳремеҫҫӗ; апла пире патша лартса пар, ытти халӑхсенни пек, вӑл пире сут туса тӑтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫак сӑмах — вӗсем: пире патша пар, пире ҫавӑ сут туса тӑтӑр тени — Самуила килӗшмен. Самуил вара Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: халӑх хӑвна мӗн каланине пурне те итле: вӗсем сана мар сивлерӗҫ, Мана сивлерӗҫ, вӗсене Эпӗ патша пулни кирлӗ мар;</verse>
				<verse number="8">вӗсем паянхи кун та унчченхи пекех тӑваҫҫӗ; Эпӗ вӗсене Египетран илсе тухрӑм, вӗсем вара, Мана пӑрахса, урӑх турӑсемшӗн ӗҫлесе пурӑнчӗҫ, сан тӗлӗшрен те вӗсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="9">эппин, итле вӗсене; анчах хӑйсене тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлтер, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Самуил хӑйӗнчен патша ыйтакан халӑха Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур сӑмахне каласа кӑтартнӑ,</verse>
				<verse number="11">каланӑ вара: сире тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ акӑ мӗнле пулать: вӑл сирӗн ывӑлӑрсене илӗ те хӑйӗн ҫар урапийӗсем ҫумне тӑратӗ, вӗсене хӑйӗн юланутҫисем туса хурӗ, вӗсем унӑн ҫар урапийӗсем умӗнче чупса пырӗҫ;</verse>
				<verse number="12">вӗсене вӑл пинпӳсемпе алпӳсем туса лартӗ, вӗсем унӑн хирӗсене сухалӗҫ, унӑн тыррине вырӗҫ, ун валли вӑрҫӑ кӑралӗ тата ҫар ураписем тӑвӗҫ;</verse>
				<verse number="13">сирӗн хӗрӗрсене хӑй валли сӗрӗш хатӗрлеттерӗ, апат-ҫимӗҫпе ҫӑкӑр пӗҫерттерӗ;</verse>
				<verse number="14">сирӗн хирӗрсене, сирӗн иҫӗм пахчийӗсене, ҫу йывӑҫҫи пахчисене чи лайӑххисене илӗ те вӗсене хӑйӗн тарҫисене парӗ;</verse>
				<verse number="15">сирӗн хирӗрсем, иҫӗм пахчийӗсем кӳрекен ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне илӗ те ӑна хӑйӗн хайранӗсемпе тарҫисене парӗ;</verse>
				<verse number="16">сирӗн чурӑрсемпе хӑрхӑмӑрсене, чи лайӑх яш ачӑрсене, ашакӑрсене суйласа илӗ, вӗсемпе хӑйӗн ӗҫӗсенче усӑ курӗ;</verse>
				<verse number="17">вак выльӑхӑртан вуннӑмӗш пайне илӗ, эсир хӑвӑр та унӑн чурисем пулса тӑрӑр;</verse>
				<verse number="18">ҫавӑн чухне вара хӑвӑр валли суйласа илнӗ патшана пула ахлатса йӗретӗр эсир; Ҫӳлхуҫа сире ун чухне нимӗн те хуравламӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Анчах халӑх Самуила итлеме килӗшмесӗр ҫапла каланӑ: ҫук, пирӗнпе патша хуҫалантӑр,</verse>
				<verse number="20">эпир те ытти халӑхсем пекех пулӑпӑр: пире хамӑрӑн патша сут туса тӑрӗ, пирӗн умра ҫӳрӗ, пирӗн ҫапӑҫусене ертсе пырӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Самуил халӑх мӗн каланине пурне те итлесе пӗтернӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа илтмелле каласа панӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: вӗсем мӗн каланине итле, вӗсем валли патша лартса пар, тенӗ. Самуил вара Израиль ҫыннисене каланӑ: кашнийӗ хӑйӗн хулине кайтӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Вениамин йӑхӗнче Кис ятлӑ пӗр ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ; вӑл Авиил ывӑлӗ пулнӑ, Авиил — Церон ывӑлӗ, Церон — Бехораф ывӑлӗ, Бехораф вара пӗр Вениамин ҫыннин Афийӑн ывӑлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Унӑн Саул ятлӑ ывӑлӗ пулнӑ, вӑл ҫамрӑк та илемлӗ пулнӑ; Израиль ывӑлӗсенчен унран илемлӗреххи никам та пулман; пӗтӗм халӑх ун хулпуҫҫийӗ ҫӳллӗш ҫеҫ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Кисӑн, Саул ашшӗн, ама ашаксем ҫухалнӑ, вара Кис хӑйӗн ывӑлне Саула каланӑ: хӑвпа пӗрле пӗр тарҫӑ ил те ама ашаксене шырама кай, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Саул ӗнтӗ Ефрем тӑвӗ урлӑ иртнӗ, Шалиша ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, анчах выльӑхне тупайман; кайран вӗсем Шаалим ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, ама ашаксем унта та пулман; вӑл ӗнтӗ Вениамин ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, пӗрех тупайман.</verse>
				<verse number="5">Цуф ҫӗрне ҫитсессӗн, Саул хӑйпе пӗрле пулнӑ тарҫӑна каланӑ: каялла каяр, манӑн атте, ама ашаксем ҫинчен шухӑшлама пӑрахса, пирӗншӗн пӑшӑрханма ан тытӑнтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Анчах тарҫи ӑна каланӑ: акӑ ҫак хулара Турӑ ҫынни, хисеплӗ ҫын, пурӑнать; вӑл мӗн калани пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса пырать; ҫавӑн патне кайса килер, тен, вӑл пире каймалли ҫула кӑтартса ярӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Саул хӑйӗн тарҫине каланӑ: эпир кайӑпӑр-ха, пирӗн ҫав ҫын валли мӗн илсе каяс-ха? пирӗн хутаҫра ҫӑкӑр та юлмарӗ, Турӑ ҫыннине парнелеме парне те ҫук; мӗн пур-ха пирӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Тарҫи Саула каллех хуравласа каланӑ: акӑ манӑн алӑра чӗрӗк сикль кӗмӗл пур; ӑна Турӑ ҫыннине парӑп та, вӑл пире ҫул кӑтартса ярӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Халиччен Израильре кам та пулин Турӑран ыйтса пӗлме кайнӑ чухне ҫапла каланӑ: «витӗркуран патне каяр» тенӗ: халӗ «пророк» теекенсене унччен «витӗркуран» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Саул хӑйӗн тарҫине: эсӗ лайӑх каларӑн; кайрӑмӑр, тенӗ. Вара вӗсем Турӑ ҫынни пурӑнакан хулана кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем тӑвалла, хулана хӑпарнӑ чухне шыв ӑсма тухнӑ хӗрсене тӗл пулнӑ та вӗсенчен: кунта витӗркуран пур-и? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="12">Лешӗсем кусене хуравласа каланӑ: пур, авӑ вӑл сан умӑнта; анчах васка: хулана вӑл паян килчӗ, мӗншӗн тесессӗн паян сӑрт ҫинче халӑх парне кӳрет;</verse>
				<verse number="13">хулана ҫитсессӗн ӑна тӗл пулма ӗлкӗретӗр-ха, вӑл ҫав сӑрт ҫине апата каяйман-ха; халӑх вӑл пымасӑр апатланма пуҫламасть, мӗншӗн тесессӗн кӳмелли парнене вӑл пиллет те, чӗннӗ ҫынсем ҫавӑн хыҫҫӑн тин апатланма пуҫлаҫҫӗ; кайӑрах, халӗ ӑна тӗл пулма ӗлкӗретӗр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем хулана кайнӑ. Хула варрине ҫитсессӗн, акӑ сӑрт ҫине кайма тухнӑ Самуил вӗсене хирӗҫ пырать.</verse>
				<verse number="15">Саул килсе ҫитиччен пӗр кун маларах Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла пӗлтерсе каланӑ:</verse>
				<verse number="16">ыран ҫак вӑхӑтра Эпӗ сан патна Вениамин ҫӗрӗ ҫинчен пӗр ҫынна илсе килӗп, эсӗ ӑна Манӑн халӑхӑма, Израиле, тытса тӑраканӗ пулма ҫу сӗрсе яр, вӑл Манӑн халӑхӑма филистимсен аллинчен хӑтарӗ: Хамӑн халӑхӑм йӗрсе йӑлӑнни Ман патӑма ҫитрӗ, ҫавӑнпа Эпӗ ун ҫине хӗрхенсе пӑхрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Самуил Саула курсассӑн, Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ сана каланӑ ҫын; вӑл Манӑн халӑхӑма ертсе пырӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Саул хапха умӗнче тӑракан Самуил патне пынӑ та унран ҫапла ыйтнӑ: кала-ха мана, витӗркуран ҫурчӗ ӑҫта-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Самуил вара Саула ҫапла хуравласа каланӑ: витӗркуранӗ эпӗ вӑл, ман умран сӑрт ҫине ут; эсир паян манпа пӗрле апатланӑр, сана ирхине кӑларса ярӑп, хӑвӑн чӗрӳнте мӗн пуррине сана йӑлтах каласа парӑп;</verse>
				<verse number="20">виҫӗ кун маларах ҫухалнӑ ама ашакусем пирки ан пӑшӑрхан, вӗсем тупӑннӑ. Израильре мӗн ӑмсантараканни пурте кам валли пултӑр-ха? Сан валли, санӑн аҫун килӗ валли мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Саул ҫапла хуравласа каланӑ: ара, эпӗ Вениамин ывӑлӗ мар-и? Манӑн йӑхӑм Израиль ывӑлӗсенӗн чи сахал йышлӑ йӑхӗсенчен пӗри мар-и? Манӑн ӑрӑвӑм та Вениамин ӑрӑвӗсем хушшинче чи пӗчӗкки мар-и? Эсӗ мана мӗншӗн ҫапла калатӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Самуил ӗнтӗ Саулпа унӑн тарҫине хӑйпе пӗрле пӳлӗме илсе кӗнӗ, вӗсене чӗннӗ ҫынсем хушшине, — вӗсем вӑтӑра яхӑн пулнӑ, — чи хисеплӗ вырӑна лартнӑ.</verse>
				<verse number="23">Самуил вара апат пӗҫерекене каланӑ: эпӗ панӑ аша, «ҫакна ху патӑнта тытса тӑр-ха» тенӗ аша, илсе кил-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Апат пӗҫерекенӗ Саул умне пӗҫӗ хурса панӑ. Вара [Самуил] каланӑ: ҫакна ятарласа хӑварттарнӑ, хӑвӑн умна хур та ҫи — эпӗ халӑх пухнӑ вӑхӑтран пуҫласа ҫак таранчченех ӑна сан валли упранӑ, тенӗ. Ҫапла Саул ҫав кун Самуилпа пӗрле апатланнӑ.</verse>
				<verse number="25">Унтан вӗсем сӑрт ҫинчен хулана аннӑ, Самуил Саулпа пӳрт витти ҫинче калаҫса ларнӑ, [пӳрт витти ҫинчех Саул валли вырӑн сарнӑ, вӑл вара ҫывӑрнӑ].</verse>
				<verse number="26">Ирхине вӗсем ҫапла тӑнӑ: шурӑмпуҫ килсен, Самуил пӳрт витти ҫинчи Саула чӗнсе каланӑ: тӑрах, эпӗ сана ӑсатса ярӑп, тенӗ. Саул тӑнӑ, вара вӗсем Самуилпа иккӗшӗ кайма тухнӑ.</verse>
				<verse number="27">Хула хӗррине ҫитнӗ чухне Самуил Саула ҫапла каланӑ: тарҫуна кала-ха, вӑл пирӗнтен маларах утса пытӑр, — тарҫи вара мала кайнӑ; — эсӗ халӗ чарӑнса тӑр, эпӗ сана Турӑ мӗн каланине пӗлтерӗп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Самуил йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ савӑт илнӗ те ҫӑвне Саул пуҫӗ ҫине юхтарнӑ, унтан ӑна чуптунӑ та ҫапла каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн [Израильри] халӑхне тытса тӑраканӗ туса ҫу сӗрсе ярать, [эсӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши пулӑн, вӗсене хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑн, акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сана Хӑй халӑхӗн патши пулма ҫу сӗрсе янине кӑтартакан паллӑ]:</verse>
				<verse number="2">ман патӑмран кайсассӑн, эсӗ Вениамин ҫӗрӗн чиккинче, Целцахра, Рахиль тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, икӗ ҫынна тӗл пулӑн, вӗсем сана калӗҫ: «эсӗ шыраса ҫӳренӗ ама ашаксем тупӑнчӗҫ, халӗ ӗнтӗ аҫу, ашакӗсем ҫинчен манса кайсах, сирӗншӗн пӑшӑрханать: мӗн пулчӗ-ши ывӑлӑма? тет» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Унтан татах малалла кайӑн та Фавор юманлӑхне ҫитӗн, ҫавӑнта сана Турӑ патне Вефиле каякан виҫӗ ҫын тӗл пулӗ: пӗри виҫӗ качака путекки, тепӗри виҫӗ ҫӑкӑр, виҫҫӗмӗшӗ пӗр такмак эрех йӑтса пырӗ;</verse>
				<verse number="4">вӗсем сана саламлӗҫ, сана икӗ ҫӑкӑр парӗҫ, эсӗ ҫавна вӗсен аллинчен илӗн.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ Турӑ сӑрчӗ ҫине ҫитӗн, унта филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑрать, [унта Филисти пуҫлӑхӗсем;] ҫавӑнта хулана пырса кӗрсессӗн, сӑрт ҫинчен анакан пророксен ушкӑнне тӗл пулӑн, вӗсем псалтирьпе тӳнкӗр, шӑхличӗпе кӗсле тытнӑ, вӗсем Турра мухтаса юрлӗҫ;</verse>
				<verse number="6">сан ҫине Турӑ Сывлӑшӗ анӗ, эсӗ те вӗсемпе пӗрле Турра мухтаса аслӑлӑн, вара урӑх ҫын пулса тӑрӑн.</verse>
				<verse number="7">Сан тӗлӗшрен ҫак паллӑсем тӳрре килсессӗн, хӑвӑн аллу мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех ту: санпа пӗрле Турӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ Галгала манран маларах кай, эпӗ те унта сан патна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе канӑҫлӑх парни кӳме пырӑп; мана хӑвӑн патна пырса ҫитиччен ҫичӗ кун кӗт, ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ сана мӗн тумаллине кӑтартса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Кӗҫех, Саул Самуил патӗнчен кайма тухсассӑнах, Турӑ ӑна урӑх чӗре панӑ та, хайхи паллӑсем ҫав кунах тӳрре килнӗ.</verse>
				<verse number="10">Сӑрт патне ҫитсессӗнех, акӑ вӗсене пророксен ушкӑнӗ тӗл пулнӑ, ӗнтӗ Саул ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вӑл вара вӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ.</verse>
				<verse number="11">Ӑна ӗнер-виҫӗмкун пӗлнӗ ҫынсем, вӑл пророксемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланине курсассӑн, халӑх хушшинче пӗр-пӗрне каланӑ: мӗн пулнӑ ку Кис ывӑлне? Саул та пророк-ши вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнта пулнисенчен пӗри ҫапла хуравласа каланӑ: лешӗсен ашшӗ камах тата? тенӗ. Ҫавӑнпа «Саул та пророк-ши вара?» тени каларӑш пулса юлнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл пророкла калаҫма чарӑннӑ та сӑрт ҫине кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Пиччӗшӗ Саула тата унӑн тарҫине каланӑ: эсир ӑҫта кайса ҫӳрерӗр? тенӗ. Вӑл: ама ашаксене шырама, вӗсене тупайманнипе Самуил патне кӗтӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Пиччӗшӗ Саула: кала-ха мана, сире Самуил мӗн каларӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Пиччӗшне Саул ҫапла каланӑ: вӑл пире ама ашаксем тупӑннӑ тесе пӗлтерчӗ, тенӗ. Самуил хӑйне патша пуласси ҫинчен пӗлтернине пиччӗшне уҫса паман вӑл.</verse>
				<verse number="17">Самуил халӑха Массифӑна Ҫӳлхуҫа патне пуҫтарнӑ та</verse>
				<verse number="18">Израиль ывӑлӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ Израиле Египетран илсе тухрӑм, сире Египет ҫыннисен аллинчен тата хӑвӑра пусмӑрласа тӑнӑ мӗнпур патшалӑхсен аллинчен хӑтартӑм.</verse>
				<verse number="19">Эсир вара халӗ хӑвӑра пӗтӗм инкек-синкекӗртен, пӗтӗм хурлӑхӑртан хӑтаракан Туррӑра сивлерӗр, Ӑна: «пире патша пар» терӗр. Апла халӗ Ҫӳлхуҫа умне йӑхӑн-йӑхӑн, ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн тӑрса тухӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Самуил Израилӗн мӗнпур йӑхне пырса тӑма хушнӑ, вара Вениамин йӑхне шӑпа тухнӑ.</verse>
				<verse number="21">Унтан Вениамин йӑхне ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пырса тӑма хушнӑ, вара Матри ӑрӑвне шӑпа тухнӑ; унтан Матри ӑрӑвӗн арӗсене илсе пыраҫҫӗ те Саулӑн, Кис ывӑлӗн, ятне каланӑ; ӑна шыранӑ та — тупайман.</verse>
				<verse number="22">Вара Ҫӳлхуҫаран та ыйтнӑ: вӑл кунта тата килет-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа: авӑ вӑл лавсем хушшине пытаннӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Чупса кайнӑ та ӑна унтан илсе килнӗ, вӑл халӑх хушшине пырса тӑнӑ, пӗтӗм ҫын ун хулпуҫҫийӗ ҫӳллӗш ҫеҫ пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Самуил пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа кама суйласа илнине куратӑр-и? пӗтӗм халӑх хушшинче ун пекки урӑх ҫук, тенӗ. Вара пӗтӗм халӑх: сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="25">Самуил ӗнтӗ халӑха патшанӑн ирӗкӗ ҫинчен ӑнлантарса панӑ, ҫакна вӑл, кӗнекене ҫырса, Ҫӳлхуҫа умне хунӑ. Халӑха саланма хушнӑ, кашнийӗ хӑйӗн килне кайнӑ.</verse>
				<verse number="26">Саул та хӑйӗн килне, Гивӑна, кайнӑ; унпа пӗрле вара чӗрине Турӑ сӗртӗннӗ харсӑр ҫынсем пынӑ.</verse>
				<verse number="27">Юрӑхсӑр ҫынсем вара: пире ҫавӑ ҫӑлӗ-и? тенӗ. Ӑна тиркенӗ, ӑна парне те сӑйласа паман. Вӑл ҫакна асӑрхаман пек пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">[Уйӑха яхӑн иртсессӗн] Аммон ҫынни Наас килсе ҫитнӗ те Галаадри Иавис хулине хупӑрласа илнӗ. Иависра пурӑнакансем пурте Нааса каланӑ: пирӗнпе килӗшӳ ту та, эпир сана пӑхӑнса тӑрӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Аммон ҫынни Наас вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗнпе килӗшӳ тума пултаратӑп, анчах эпир ҫакӑншӑн кашнийӗн сылтӑм куҫне чиксе шӑтарӑпӑр, пӗтӗм Израиле намӑса хӑварӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ Иависӑн аслӑ ҫыннисем ӑна каланӑ: Израиль ҫӗрӗн кашни кӗтесне элчӗ яма ҫичӗ кунлӑх вӑхӑт пар пире, эхер те пире никам та пулӑшмасть пулсассӑн, эпир сан патна тухӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Элчӗсем Саул пурӑнакан Гива хулине ҫитнӗ те ҫав сӑмахсене халӑха каласа панӑ; вара пӗтӗм халӑх ҫухӑрашма, макӑрма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="5">Акӑ ӗнтӗ хиртен вӑкӑрӗсене хӑваласа таврӑнакан Саул ҫитнӗ те каланӑ: халӑха мӗн пулнӑ, мӗншӗн макӑраҫҫӗ? тенӗ. Ӑна Иавис ҫыннисен сӑмахӗсене каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Саул ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, унӑн ҫилли ҫулӑм пек хыпса илнӗ;</verse>
				<verse number="7">вара вӑл икӗ вӑкӑр илнӗ те, вӗсене темиҫе пая касса вакласа, ҫавна хайхи элчӗсем урлӑ Израиль ҫӗрӗн кашни кӗтесне ҫитернӗ, элчисен тата: Саулпа Самуил хыҫҫӑн кайман ҫыннӑн вӑкӑрӗсем ҫакӑн пек пулӗҫ тесе каламалла пулнӑ. Халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, вара пурте пӗр ҫын пек кар ҫӗкленнӗ.</verse>
				<verse number="8">Саул вӗсене Везек теекен вырӑнта пӑхса ҫаврӑннӑ, Израиль ывӑлӗсем виҫҫӗр пин ҫын, Иуда арӗсем вӑтӑр пин ҫын тупӑннӑ.</verse>
				<verse number="9">Килсе ҫитнӗ элчӗсене каланӑ: Галаадри Иавис ҫыннисене ҫапла калӑр: пулӑшу сире ыран хӗвел ӑшӑтма пуҫласан пулӗ тейӗр, тенӗ. Элчӗсем ҫакна Иавис ҫыннисене кайса пӗлтернӗ те, лешӗсем хӗпӗртенӗ.</verse>
				<verse number="10">Иавис ҫыннисем [Нааса] каланӑ: ыран сирӗн пата тухӑпӑр, вара эсир пирӗн тӗлӗшрен хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Тепӗр кунне Саул халӑха виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, вара вӗсем ирхи хурал вӑхӑтӗнче аммонсен тапӑрне кӗрсе кайнӑ та кӑнтӑрлахи шӑрӑх ҫитиччен вӗсене пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ; чӗрӗ юлнисем саланса пӗтнӗ, ӗнтӗ иккӗн пыракан та юлман.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн чухне халӑх Самуила каланӑ: «пирӗн патша Саул пулмалла-и?» теекенсем камсемччӗ-ха вӗсем? парӑр ҫав ҫынсене, эпир вӗсене вӗлерсе тухатпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Анчах Саул ҫапла каланӑ: ҫак кун никама та вӗлерме юрамасть, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа паян Израиле хӑтарчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Самуил халӑха каланӑ: Галгала каяр та унта патшалӑха ҫӗнетер, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Пӗтӗм халӑх Галгала кайнӑ, унта Ҫӳлхуҫа умӗнче Саула патшана лартнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ. Саулпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ унта питех те савӑннӑ-хавасланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Самуил пӗтӗм Израиле ҫапла каланӑ: акӑ эпӗ, эсир мана мӗн каланине итлесе, сире валли патша лартрӑм,</verse>
				<verse number="2">акӑ ӗнтӗ патша сирӗн умӑрта ҫӳрет; эпӗ вара ватӑлтӑм, кӑвакартӑм; манӑн ывӑлӑмсем те сирӗнпе пӗрле; эпӗ ҫамрӑклӑхӑмран пуҫласа паянхи кунчченех сирӗн умӑрта ҫӳрерӗм;</verse>
				<verse number="3">акӑ вӑл эпӗ; эхер те эпӗ камран та пулин вӑкӑрне илнӗ пулсассӑн, ашакне илнӗ пулсассӑн, кама та пулин кӳрентернӗ, хӗсӗрленӗ пулсассӑн, камран та пулин парне илсе унӑн тавӑҫне курмӑш тунӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче тата Вӑл ҫу сӗрнӗ ҫын умӗнче мана хирӗҫ кӳнтелӗр, — эпӗ сире каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Хуравланӑ ӑна: эсӗ пире кӳрентермен, хӗсӗрлемен, никамран та нимӗн те илмен.</verse>
				<verse number="5">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир мана айӑпламалли нимӗн те тупайманнине паян Ҫӳлхуҫа курчӗ, Унӑн ҫу сӗрсе янӑ ҫынни те курчӗ, тенӗ. Ҫынсем: чӑн та курчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакӑн хыҫҫӑн Самуил халӑха каланӑ: [кӳнтеленӗ —] Моисейпе Аарона ҫӗкленӗ, пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Халӗ вара ман ума тӑрӑр та, Ҫӳлхуҫа умӗнче эпӗ сирӗнпе Вӑл сирӗншӗн тата сирӗн аҫӑрсемшӗн тунӑ мӗнпур ырӑ ӗҫе асӑнса сутлашӑп.</verse>
				<verse number="8">Иаков Египета куҫса килсессӗн, сирӗн аҫӑрсем Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона янӑ, вӗсем вара сирӗн аҫӑрсене, Египетран илсе тухса, ҫак вырӑна вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="9">Анчах вӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине манса кайнӑ, Вӑл вара вӗсене хӑйсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ Сисара аллине, Асор ҫарпуҫӗн аллине, панӑ, унтан филистимсен аллине, Моав патшин аллине панӑ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫана манса Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапма пуҫларӑмӑр, халӗ пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарсам, малашне эпир Сана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр» тенӗ,</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа вара, Иероваала, Варака, Иеффая тата Самуила ярса, сире хӑвӑра хупӑрласа тӑнӑ тӑшмансен аллинчен хӑтарнӑ, эсир ӗнтӗ пӗр шикленмесӗр пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Анчах эсир, хӑвӑра хирӗҫ Наас, Аммон патши, килнине курсассӑн, мана каларӑр: «пире патша тытса тӑтӑр» терӗр, ара, сирӗн Патшӑр — Ҫӳлхуҫа Туррӑр-ҫке.</verse>
				<verse number="13">Акӑ ӗнтӗ вӑл — хӑвӑр суйласа лартнӑ, хӑвӑр ыйтса илнӗ патша: акӑ Ҫӳлхуҫа сире патша пачӗ.</verse>
				<verse number="14">Эхер те Ҫӳлхуҫаран хӑратӑр пулсан, Ӑна пӑхӑнса тӑратӑр пулсан, Ӑна итлетӗр пулсан, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлеместӗр пулсан, хӑвӑр та, сире тытса тӑракан патшӑр та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хыҫҫӑн ҫӳретӗр пулсан, [Ҫӳлхуҫа алли сире хирӗҫ пулас ҫук];</verse>
				<verse number="15">эхер те Ҫӳлхуҫа сассине итлемесессӗн, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли, сирӗн аҫӑрсене хирӗҫ пулнӑ пекех, сире те хирӗҫ пулӗ.</verse>
				<verse number="16">Халӗ акӑ тӑрӑр та Ҫӳлхуҫа сирӗн куҫӑр умӗнче тӑвакан аслӑ ӗҫе курӑр:</verse>
				<verse number="17">тулӑ вырмалли вӑхӑт мар-и халӗ? Эпӗ акӑ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнӗп те, Вӑл аслатипе ҫумӑр ярса парӗ, эсир вара, хӑвӑр валли патша ыйтса, Ҫӳлхуҫа умӗнче мӗн тери пысӑк ҫылӑх тунине пӗлсе-курса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="18">Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ те, Ҫӳлхуҫа ҫав кун аслатипе ҫумӑр янӑ; пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫапа Самуилран сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара пӗтӗм халӑх Самуила каланӑ: пирӗн вилсе пӗтес марччӗ — хӑвӑн чурусемшӗн Ҫӳлхуҫа Турруна кӗлтусамччӗ; эпир ӗнтӗ, хамӑр валли патша ыйтса, хамӑрӑн мӗнпур ҫылӑх ҫумне тепӗр ҫылӑх хушрӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Самуил халӑха ҫапла хуравланӑ: ан хӑрӑр, эсир ку ҫылӑха турӑр ӗнтӗ, анчах эсир Ҫӳлхуҫаран ҫеҫ ан пӑрӑнӑр, пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑрӑр,</verse>
				<verse number="21">ниме юрӑхсӑр турӑсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вӗсем усӑ та кӳреймеҫҫӗ, ҫӑлаймаҫҫӗ те: вӗсем — ӑҫтиҫук ҫеҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн халӑхне Хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн пӑрахмӗ: Ҫӳлхуҫа сире Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ;</verse>
				<verse number="23">эпӗ те, сирӗншӗн кӗлтума пӑрахса, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗмӗп, сире ырӑ та тӗрӗс ҫулпа пыма вӗрентӗп;</verse>
				<verse number="24">анчах Ҫӳлхуҫаран хӑрӑр, Уншӑн чӑннипех, пӗтӗм чун-чӗререн, ӗҫлесе тӑрӑр — Вӑл сирӗншӗн мӗн тери аслӑ ӗҫсем тунине эсир ӗнтӗ хӑвӑрах куратӑр;</verse>
				<verse number="25">эхер те эсир усал ӗҫ тӑвас пулсассӑн, хӑвӑр та, патшӑр та пӗтетӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Саул патшана ларнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, Израильре иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Саул Израиль ҫыннисенчен хӑйне валли виҫӗ пинне суйласа илнӗ:</verse>
				<verse number="2">икӗ пинӗ Саулпа пӗрле Михмас хулинче тата Вефиль тӑвӗ ҫинче пулнӑ, пинӗшӗ Ионафанпа пӗрле Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулинче пулнӑ; ытти халӑха вӑл хӑйсен килӗсене янӑ.</verse>
				<verse number="3">Ионафан Гивӑра тӑнӑ филистимсен хурал ушкӑнне аркатса тӑкнӑ; филистимсем ҫакӑн ҫинчен илтнӗ. Саул вара: еврейсем илтчӗр! тесе, пӗтӗм ҫӗршывӗ тӑрӑх трупа кӑшкӑртса янраттарса тухнӑ.</verse>
				<verse number="4">Саул филистимсен хурал ушкӑнне аркатса тӑкни ҫинчен, ӗнтӗ филистимсем Израиле курайми пулни ҫинчен пӗтӗм Израиль илтнӗ, вара халӑх Саул патне Галгала пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Филистимсем те Израиле хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫтарӑннӑ: вӑтӑр пин ҫар урапи, ултӑ пинлӗ утлӑ ҫар тата тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑх; пынӑ та Михмасра Беф-Авенӑн хӗвелтухӑҫ енне тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Израиль ҫыннисем, халӑха хӗссе лартнине, хӑйсем хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине курса, ҫӗр хӑвӑлӗсене, ту ҫурӑкӗсене, чул хысакӗсем хушшине, пашнесене, шӑтӑксене тарса пытаннӑ;</verse>
				<verse number="7">еврейсенчен хӑшӗ-пӗри вара Иордан леш енне Гадпа Галаад ҫӗршывне каҫса кайнӑ; Саул Галгалрах пулнӑ-ха, унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хӑрасах ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл Самуил палӑртса хунӑ вӑхӑта ҫичӗ кун кӗтнӗ, анчах Самуил Галгала пыман; вара халӑх Саул патӗнчен тарма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="9">Саул ӗнтӗ ҫапла каланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли тата канӑҫлӑх парни валли палӑртса хунисене ман патӑма илсе килӗр, тенӗ. Вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ ҫеҫ — акӑ Самуил пырса ҫитет; Саул ӑна саламлама хирӗҫ тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Анчах та Самуил: эсӗ мӗн турӑн? тенӗ. Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ;</verse>
				<verse number="12">эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Самуил Саула каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна мӗн хушнине итлемесӗр эсӗ япӑх турӑн, Ӑна итленӗ пулсассӑн халӗ Ҫӳлхуҫа сана яланлӑхах Израиль патши пулма ҫирӗплетнӗ пулӗччӗ;</verse>
				<verse number="14">эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрех патша пулаймӑн: Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Хӑйӗн чӗри кӑмӑллакан ар тупӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна Хӑй халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма хушӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа хӑвна мӗн хушнине тӳрре кӑлармарӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Самуил вара Галгалран Вениаминсен Гивине кайнӑ; [Саул та хӑйпе пӗрле юлнӑ ҫынсемпе Галгалран Вениаминсен Гивине кайма тухнӑ, ҫавӑн чухне вӗсене тӑшман ҫарӗ тапӑннӑ;] Саул хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене шутласа пӑхнӑ та, вӗсем ултҫӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Саул хӑйӗн ывӑлӗпе Ионафанпа тата хӑйсемпе пӗрле пулнӑ ҫынсемпе Вениаминсен Гивинче пытанса ларнӑ, [пӑшӑрханнӑ]; филистимсем вара Михмасра тапӑрпа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӗре тустарма-ҫаратма филистимсен тапӑрӗнчен виҫӗ ҫар ушкӑнӗ тухнӑ: пӗри Офра енне, Суаль хутлӑхне, кайнӑ,</verse>
				<verse number="18">тепӗр ушкӑнӗ Вефорон ҫулӗпе кайнӑ, виҫҫӗмӗшӗ вара Цевоим айлӑмӗн чикки еннелле, пушхирелле, кайнӑ.</verse>
				<verse number="19">Израиль ҫӗрӗнче пӗр тимӗрҫӗ те пулман, мӗншӗн тесессӗн Филисти ҫыннисем еврейсем хӗҫ е сӑнӑ тӑвасран хӑранӑ.</verse>
				<verse number="20">Израиль ҫыннисен суха тӗренӗ, кӗреҫи, сенӗкӗ, пуртти катӑлсассӑн-мӑкалсассӑн е шӑчӑ вӗҫне тӳрлетмелле пулсассӑн, хӑйсен суха тӗренне, кӗреҫине, пурттине тата катмакне хӑйрама филистимсем патне ҫӳремелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="21"></verse>
				<verse number="22">Ҫавӑнпа та [Михмас] вӑрҫинче Саулпа тата Ионафанпа пӗрле пулнӑ халӑхӑн хӗҫ те, сӑнӑ та пулман, вӗсем Саулпа Ионафанӑн, унӑн ывӑлӗн, ҫеҫ пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ӗнтӗ филистимсен малти ушкӑнӗ Михмас каҫми патне ҫитсе тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Пӗр кунхине Ионафан, Саул ывӑлӗ, хӑйӗн кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине каланӑ: атя леш енне, филистимсен тапӑрӗ патне, каҫатпӑр, тенӗ. Ашшӗне вӑл ҫакӑн ҫинчен каламан.</verse>
				<verse number="2">Саул ун чухне Гива хули хӗрринче, Мигрон теекен вырӑнти нар йывӑҫӗ айӗнче, тӑнӑ. Унпа пӗрле ултҫӗре яхӑн ҫын</verse>
				<verse number="3">тата Ахия пулнӑ; Силомра Ҫӳлхуҫа священникӗнче тӑраканскер, ефод тӑхӑнса ҫӳрекенскер, Ахия вӑл Иохаведпа пӗртӑван Ахитув ывӑлӗ пулнӑ, Ахитув — Финеес ывӑлӗ, Финеес вара Илий ывӑлӗ пулнӑ. Халӑхӗ Ионафан кайнине пӗлмен те.</verse>
				<verse number="4">Ионафан филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑракан вырӑна илсе тухакан ҫула шыранӑ тӗлте, пӗр енче те шӗвӗр ту хысакӗ, тепӗр енче те шӗвӗр ту хысакӗ пулнӑ: пӗрин ячӗ — Боцец, тепӗрин ячӗ — Сене;</verse>
				<verse number="5">пӗр хысакӗ ҫурҫӗр енчен Михмас еннелле, тепӗри кӑнтӑр енчен Гива еннелле тухса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ионафан кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине ҫапла каланӑ: атя ҫак ӳт кастарманнисен тапӑрӗ енне каҫатпӑр; тен, пире Ҫӳлхуҫа пулӑшӗ: Ҫӳлхуҫашӑн нумай ҫын урлӑ ҫӑласси те, сахал ҫын урлӑ ҫӑласси те йывӑр мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ хуравланӑ: чӗрӳ мӗн хушать, ҫавна ту; ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кай, акӑ эпӗ санпа пӗрлех, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ионафан каланӑ: эпир ҫав ҫынсем патне каҫӑпӑр та вӗсем пире курмалла пырса тӑрӑпӑр;</verse>
				<verse number="9">эхер те вӗсем пире: «эпир сирӗн патӑра пыриччен чарӑнса тӑрӑр» тесессӗн, эпир хамӑр вырӑнта чарӑнса тӑрӑпӑр та вӗсем патне хӑпармӑпӑр;</verse>
				<verse number="10">эхер те: «пирӗн патӑмӑра хӑпарӑр» тесессӗн, эпир хӑпарӑпӑр — эппин, Ҫӳлхуҫа вӗсене пирӗн алла панӑ; ку пире систернӗ паллӑ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем хӑйсене филистимсен ҫарӗ асӑрхамалла вырӑна тӑнӑ, лешӗсем: акӑ еврейсем хӑйсем пытанса ларнӑ ту хушӑкӗсенчен тухаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ ҫар ушкӑнӗнчи ҫынсем Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекен тарҫине кӑшкӑрса каланӑ: пирӗн патӑмӑра хӑпарӑр, эпир сире пӗр сӑмах калӑпӑр, тенӗ. Ионафан вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине ҫапла каланӑ: ман хыҫҫӑн пыр — Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль аллине пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ионафан вара, алли-урипе ҫакланса, ҫӳлелле хӑпарнӑ, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун хыҫҫӑн пынӑ. Филистимсем акӑ Ионафан умне тӑкӑнма пуҫланӑ, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ вӗсене ун хыҫҫӑн пӗтерсе пынӑ.</verse>
				<verse number="14">Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пӗрремӗш хут тапӑннӑ хыҫҫӑн хирте ҫирӗм ҫынна яхӑн выртса юлнӑ, хирӗ вара икӗ вӑкӑр яра кун сухаласа пӑрахакан лаптӑкӑн ҫурри пысӑкӑш пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ филистимсем — хиртисем те, тапӑртисем те — пурте сехӗрленсе ӳкнӗ; таврари ҫӗре тустарса-ҫаратса ҫӳрекен чи малти ҫар ушкӑнӗсем шуйханса ӳкнӗ [те ҫапӑҫасшӑн пулман]; пӗтӗм ҫӗр кисреннӗ, Ҫӳлхуҫа сехӗрлентерсе пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="16">Вениаминсен Гивинчи Саул хуралҫисем ҫынсен ушкӑнӗ унталла та кунталла, тӗлли-паллисӗр чупкаланине асӑрханӑ.</verse>
				<verse number="17">Саул вара хӑйпе пӗрле пулнӑ халӑха ҫапла каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта тӗрӗслесе-пӑхса тухӑр, хамӑр ҫынсенчен кам ҫуккине пӗлӗр, тенӗ. Пӑхса тухнӑ та, акӑ Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ ҫук-мӗн.</verse>
				<verse number="18">Вара Саул Ахийӑна: «Турӑ кивотне илсе кил» тенӗ: Турӑ кивочӗ ун чухне Израиль ывӑлӗсемпе пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Саул священникпа калаҫнӑ вӑхӑтра филистимсен тапӑрӗнчи шуйхашу ытларах та ытларах [сарӑлса] вӑйлансах кайнӑ. Саул вара священника: ӗнтӗ аллуна ус, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара Саул тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та ҫапӑҫу вырӑнне ҫитсе тухнӑ, унта хӑрушла шуйхану пулса иртнӗ иккен: ҫывӑх ҫынсем пӗр-пӗрне хӗҫпе чике-чике пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вара ӗнер-виҫӗмкун филистимсем патӗнче пулнӑ, вӗсен тапӑрӗнче тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ еврейсем те Саулпа тата Ионафанпа пӗрле пулнӑ Израиль ҫыннисем ҫумне хутшӑннӑ;</verse>
				<verse number="22">Ефрем тӑвӗ ҫинче пытанса пурӑннӑ Израиль ҫыннисем те, филистимсем тарнине пӗлсессӗн, хӑйсен халӑхӗ ҫумне хутшӑнса пӗрле ҫапӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа ҫав кун Израиле ҫӑлса хӑварнӑ; ҫапӑҫу Беф-Авен патне ҫитиех тӑсӑлнӑ. [Саулпа вунӑ пин чухлӗ ҫын пулнӑ, ҫапӑҫу Ефрем тӑвӗ ҫинчи хулара талккӑшпех пынӑ.]</verse>
				<verse number="24">Израиль ҫыннисем ӗнтӗ ҫав кун халтан кайса ҫитнӗ; анчах Саул [пӗр шухӑшламасӑр] халӑха тупаласа ҫапла каланӑ: кам та кам каҫчен, эпӗ хамӑн тӑшмансене тавӑриччен, ҫӑкӑр тутанса пӑхать, ҫавӑн патне ылхан ҫитет, тенӗ. Вара пӗр ҫын та апат тутанса пӑхман.</verse>
				<verse number="25">Пӗтӗм халӑх вӑрмана кайнӑ, унти уҫланкӑра пыл пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вӑрмана кӗрсен халӑх: акӑ пыл юхать, тенӗ. Анчах ӑна пӗри те тӗкӗнмен, мӗншӗн тесессӗн халӑх тупана пӑсасран хӑранӑ.</verse>
				<verse number="27">Ионафан вара, ашшӗ халӑха тупаланине илтменскер, аллинчи патак вӗҫӗпе караслӑ пыла пуҫса илсе ҫӑварне хыпнӑ, ӗнтӗ унӑн куҫӗсем ҫуталсах кайнӑ.</verse>
				<verse number="28">Пӗр ҫынни ӑна ҫапла тесе каланӑ: санӑн аҫу: «кам та кам паян апат тутанать, ҫавна ылхан ҫитет» тесе халӑха тупаларӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ халӑх халтан кайрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Вара Ионафан каланӑ: манӑн атте ҫӗршыва хӑратса пӑрахнӑ; кур-ха, эпӗ ҫак пыла кӑштах тутанса пӑхрӑм та, куҫӑмсем ҫуталсах кайрӗҫ;</verse>
				<verse number="30">халӑх хӑйӗн тӑшманӗсем патӗнче тупнӑ тупӑшпа апатланнӑ пулсассӑн, эпир паян филистимсене тата хытӑрах аркатмастӑмӑрччӗ-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Филистимсене ҫав кун Михмасран пуҫласа Аиалона ҫитиех аркатса пынӑ, халӑх халтан кайса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="32">Халӑх ӗнтӗ тупӑш патне ыткӑннӑ, сурӑхсене, вӑкӑрсене, пӑрусене ярса тытса ҫӗр ҫинчех пусса пӑрахнӑ, халӑх юнлӑ аш ҫинӗ.</verse>
				<verse number="33">Саула ҫапла каласа пӗлтернӗ: акӑ халӑх Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗрет, юнпах ҫиет, тенӗ. Саул каланӑ: эсир ҫылӑха кӗтӗр; халӗ ман патӑма пысӑк чул кустарса килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Унтан Саул каланӑ: халӑх хушшине кайӑр та калӑр: кашниех хӑйӗн вӑкӑрне, хӑйӗн сурӑхне ман патӑма илсе килтӗр те ҫакӑнта пустӑр, вара ҫийӗрех, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха ан кӗрӗр, юнпа ан ҫийӗр, тенӗ. Вара ҫӗрле кашнийӗ хӑйӗн аллипе хӑйӗн вӑкӑрне [е хӑйӗн сурӑхне] ҫавӑтса пынӑ та ҫавӑнта пуснӑ.</verse>
				<verse number="35">Саул Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн тунӑ: ку вӑл Саул Ҫӳлхуҫа ячӗпе тунӑ парне кӳмелли вырӑнсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="36">Саул каланӑ: филистимсене ҫӗрле йӗрлесе кайӑпӑр, вӗсене тул ҫутӑличчен тустарӑпӑр, пӗр чӗрӗ ҫын та хӑвармӑпӑр, тенӗ. Ӑна: хӑвна мӗнле лайӑх пек туйӑнать, ҫавӑн пек ту, тенӗ. Анчах та священник: Турӑран ыйтар, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Саул вара Турӑран ыйтнӑ: манӑн филистимсене йӗрлесе каймалла-ши? вӗсене Израиль аллине парӑн-ши? тенӗ. Анчах Вӑл ҫав кун ӑна хуравламан.</verse>
				<verse number="38">Вара Саул каланӑ: халӑх пуҫлӑхӗсем пурте кунта килччӗр те халӗ кам ҫылӑхлине тӗпчесе пӗлччӗр;</verse>
				<verse number="39">Израиле ҫӑлса хӑварнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, эхер те Ионафан ывӑлӑм ҫылӑхлӑ пулса тухсассӑн, вӑл та вилетех, тенӗ. Анчах пӗтӗм халӑх хушшинчен ӑна пӗр ҫын та хуравламан.</verse>
				<verse number="40">Саул вара пӗтӗм Израиль ҫыннине каланӑ: эсир пӗр енне тӑрӑр, эпир — Ионафан ывӑлӑмпа иксӗмӗр — тепӗр енне тӑрӑпӑр, тенӗ. Халӑх ӑна: хӑвна мӗнле лайӑх пек туйӑнать, ҫавӑн пек ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Саул каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! [мӗншӗн-ха Эсӗ паян Хӑвӑн чуруна хуравламарӑн? ҫавӑн айӑпӗ манра-ши е Ионафан ывӑлӑмра-ши? эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри!] паллӑ парсамччӗ. [Эхер те Хӑвӑн халӑху, Израиль, айӑплӑ пулсассӑн, тасатсамччӗ ӑна, тенӗ.] Айӑпӗ Ионафанпа Саул ҫинче пулнӑ, халӑх тӳрре тухнӑ.</verse>
				<verse number="42">Унтан Саул ҫапла каланӑ: халӗ манпа Ионафан ывӑлӑм хушшинче шӑпа ярӑр, [Ҫӳлхуҫа кам ятне асӑнать, ҫавӑ вилтӗр, тенӗ. Халӑх Саула: ун пек ан пултӑр! тенӗ. Анчах Саул хӑйӗн сӑмахӗ ҫинех тӑнӑ. Вара унпа Ионафан хушшинче шӑпа янӑ,] шӑпа Ионафана тухнӑ.</verse>
				<verse number="43">Саул ӗнтӗ Ионафана: кала-ха мана, эсӗ мӗн турӑн? тенӗ. Ионафан ӑна ҫапла каласа панӑ: эпӗ хамӑн аллӑмри патак вӗҫӗпе кӑштах пыл астиврӗм; акӑ ӗнтӗ манӑн вилмелле, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Саул каланӑ: Турӑ мана ун пек те, кун пек те тутӑр, тата ытларах та тутӑр; Ионафан, санӑн паян вилмелле! тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Анчах халӑх Саула каланӑ: Израиле ҫакӑн пек хӑватлӑн ҫӑлса хӑварнӑ Ионафанӑн вилмелле-и? Кун пекки пулас ҫук! Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, унӑн пӗр ҫӳҫ пӗрчийӗ те ҫӗре ӳкмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл паян Турӑпа пӗрле ҫӳрерӗ, тенӗ. Халӑх Ионафана ҫӑлса хӑварнӑ, вӑл вилмен.</verse>
				<verse number="46">Саул филистимсене йӗрленӗ ҫӗртен каялла таврӑннӑ; филистимсем хӑйсенӗн вырӑнне кайнӑ.</verse>
				<verse number="47">Саул хӑйӗн патшалӑхне, Израиле, ҫирӗплетнӗ, таврари тӑшманӗсемпе — Моавпа, Аммон ҫыннисемпе, Эдомпа [тата Вефорпа], Сова патшисемпе, филистимсемпе — ҫапӑҫнӑ, пур ҫӗрте те, кирек кама хирӗҫ кайсассӑн та, тытӑҫу уншӑн ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫар пухса, Амалика парӑнтарнӑ, Израиле ӑна ҫаратакансен аллинчен ирӗке кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="49">Саулӑн ҫак ывӑлсем пулнӑ: Ионафан, Иессуи тата Мелхисуа; хӗрӗсем вара: асли — Мерова ятлӑ, кӗҫӗнни — Мелхола ятлӑ.</verse>
				<verse number="50">Саул арӑмӗ Ахиноамь ятлӑ пулнӑ, вӑл Ахимаац хӗрӗ пулнӑ; унӑн ҫарпуҫӗ — Авенир, вӑл Саул ашшӗпе пӗртӑван Нирӑн ывӑлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="51">Саул ашшӗ Кис тата Авенир ашшӗ Нир вара Авиил ывӑлӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="52">Саул вӑхӑтӗнче пӗр вӗҫсӗр филистимсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Пӗр-пӗр тӗреклӗ те вӑрҫма-ҫапӑҫма пултаракан ҫынна курсассӑн, Саул ӑна хӑй патне илнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Самуил Саула каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн халӑхӗн, Израилӗн, патши пулмашкӑн ҫу сӗрсе яма хушса ячӗ, халӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле.</verse>
				<verse number="2">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Амалик Израиле мӗн тунине, вӑл Египетран килнӗ чухне унӑн ҫулӗ ҫинче ӑна мӗнлерех хирӗҫ тӑнине аса илтӗм;</verse>
				<verse number="3">халӗ кай та Амалика [тата Иерима] аркатса тӑк, унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗтер; [вӗсем патӗнче хӑвна валли нимӗн те ан ил, анчах унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех тӗп ту, тупала;] ӑна хӗрхенсе ан тӑр, упӑшкинчен пуҫласа арӑмӗ таранах, яш ачаран пуҫласа кӑкӑр ачи таранах, вӑкӑрӗнчен пуҫласа сурӑхӗ таранах, тӗвинчен пуҫласа ашакӗ таранах вӗлерсе тух.</verse>
				<verse number="4">Саул халӑх пухнӑ, Телаим хулинче вӗсене шутласа пӑхнӑ та, Израиль халӑхӗнчен — икҫӗр пин ҫуран ҫын, Иуда йӑхӗнчен вара вунӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Саул ӗнтӗ амаликсем пурӑнакан хулана ҫитнӗ те айлӑмра пытанса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Киней ҫыннисене Саул ҫапла каланӑ: Амалик хушшинчен кайӑр эсир, уйрӑлӑр вӗсенчен, манӑн сире унпа пӗрле пӗтерсе тӑкас марччӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир Израиль халӑхӗ Египетран килнӗ чухне вӗсемшӗн ырӑ пултӑр, тенӗ. Киней ҫыннисем ӗнтӗ Амалик хушшинчен уйӑрӑлса тухнӑ.</verse>
				<verse number="7">Саул вара Амалика Хавила хулинчен пуҫласа Египет ҫывӑхӗнчи Сур тӑрӑхне ҫитичченех аркатса тӑкнӑ;</verse>
				<verse number="8">Агага, Амалик ҫӗрӗн патшине, чӗррӗн ярса тытнӑ, халӑхне пӗтӗмпех хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, [Иерима та вӗлернӗ].</verse>
				<verse number="9">Анчах Саул та, халӑх та Агага тата унӑн чи лайӑх сурӑхӗсене, вӑкӑрӗсене, самӑртнӑ путекӗсене тата мӗн лайӑххине хӗрхеннӗ те пӗтерес темен, кирлех мар япӑх япалисене ҫеҫ тӗп тунӑ.</verse>
				<verse number="10">Самуила Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="11">Эпӗ Саула патшана лартнӑшӑн ӳкӗнетӗп: вӑл Манран пӑрӑнчӗ, Манӑн сӑмаха пурӑнӑҫа килтермерӗ, тенӗ. Самуил хурланса ӳкнӗ, ҫӗрӗпех Ҫӳлхуҫана чӗнсе тархасланӑ.</verse>
				<verse number="12">Самуил ирхине ирех тӑнӑ та Саулпа тӗл пулма кайнӑ. Самуила ҫакна пӗлтернӗ: Саул Кармил хулинче пулнӑ, вӑл унта хӑйӗн палӑкне лартнӑ, [анчах унтан ҫар урапине каялла янӑ та] хӑй Галгала аннӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Самуил Саул патне пырсассӑн, Саул ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа пиллетӗр сана! эпӗ Ҫӳлхуҫа хушнине турӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Самуил ӑна каланӑ: мӗн ку — манӑн хӑлхана сурӑхсем макӑрни илтӗнет, эпӗ вӑкӑрсем мӗкӗрнине илтетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Саул каланӑ: вӗсене Амалик патӗнчен хӑваласа килчӗҫ, халӑх чи лайӑх сурӑхсемпе вӑкӑрсене хӗрхенчӗ, вӗсене санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳмешкӗн хӑварчӗ; ыттине ӗнтӗ эпир тӗппипех пӗтертӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Самуил Саула каланӑ: тӑхта, эпӗ сана Ҫӳлхуҫа мана ҫӗрле мӗн каланине калам, тенӗ. Саул ӑна: кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара Самуил каланӑ: ху Израиль йӑхӗсен патши пулса тӑнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ чухне эсӗ хӑвна ху пӗчӗк ҫын вырӑнне ҫеҫ хуманччӗ-и-ха?</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа сана: «Кай та йӗркесӗр амаликсене тӗппипе пӗтермелле тупала, вӗсене хирӗҫ пурне те вӗлерсе пӗтеричченех ҫапӑҫ» тесе, ҫула кӑларса ячӗ.</verse>
				<verse number="19">Мӗншӗн-ха эсӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлемерӗн, тупӑш ҫине сиксе ӳкрӗн, Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Саул Самуила каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлерӗм, эпӗ Ҫӳлхуҫа янӑ ҫула тухса кайрӑм, Агага, амаликсен патшине, илсе килтӗм, Амалика вара тӗп турӑм;</verse>
				<verse number="21">тупаланӑ тупӑшран, сурӑхсемпе вӑкӑрсенчен, халӑх чи лайӑххине санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна Галгалта парне кӳме илсе килчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Самуил ҫапла хуравланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепе ытти парнесем Ҫӳлхуҫашӑн Хӑйӗн сӑмахне итленӗ пекех кӑмӑллӑ-ши вара? Кӳнтем пулни парнерен лайӑхрах, Турра пӑхӑнни сурӑх ҫӑвӗнчен аванрах:</verse>
				<verse number="23">пӑхӑнманни — ӑрӑм ӗҫӗ пекех ҫылӑх, хирӗҫ тӑни — йӗрӗхе пуҫҫапнипе пӗрех; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Вӑл та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын [Израиль] патши ан пултӑр терӗ.</verse>
				<verse number="24">Саул Самуила каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм — Ҫӳлхуҫа хушнинчен тата санӑн сӑмахунтан иртрӗм; эпӗ халӑхран хӑрарӑм, ҫавӑнпа ӑна итлерӗм;</verse>
				<verse number="25">халӗ ман ҫинчен ҫылӑхӑма сирсемччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫана [санӑн Турруна] пуҫҫапам, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Самуил Саула хуравланӑ: эпӗ санпа пӗрле пымастӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын Израиль патши ан пултӑр терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Самуил каялла кайма ҫаврӑннӑ. Анчах [Саул] ӑна тумтирӗ аркинчен ярса тытнӑ та ҫурсах янӑ.</verse>
				<verse number="28">Самуил ӗнтӗ ҫапла каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа санран Израиль патшалӑхне туртса илчӗ те ӑна санӑн ҫывӑх ҫыннуна, санран лайӑхраххине, пачӗ;</verse>
				<verse number="29">Израилӗн Шанчӑкӗ суя сӑмах та каламасть, ӳкӗнмест те: ӳкӗнмешкӗн Вӑл — ҫын мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">[Саул] каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, анчах эсӗ халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче тата Израиль умӗнче мана чыс тусамччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ, эпӗ вара санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пуҫҫапӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Самуил вара Саулпа пӗрле кайнӑ, Саул Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="32">Унтан Самуил: ман патӑма Агага, Амалик патшине, илсе килӗр, тенӗ. Ун патне чӗтрекен Агаг пырса тӑнӑ, каланӑ вара Агаг: вилӗм асапӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Анчах Самуил каланӑ: санӑн хӗҫӳ арӑмсене ачасӑр тӑратса хӑварнӑ пек, санӑн аннӳ те ытти арӑмсем хушшинче ывӑлӗсӗр тӑрса юлтӑр, тенӗ. Самуил вара Галгалта Ҫӳлхуҫа умӗнче Агага касса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="34">Самуил Рамӑна тухса кайнӑ, Саул вара Саул Гивине, хӑйӗн килне, кайнӑ.</verse>
				<verse number="35">Хӑйӗн вилӗм кунӗ ҫитичченех Самуил Саулпа урӑх курнӑҫман; анчах Саулшӑн куляннӑ вӑл, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Саула Израиль патши туса лартнӑшӑн ӳкӗннӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: хӑҫанччен эсӗ Саулшӑн кулянса пурӑнӑн? Эпӗ унран вӑл Израиль патши ан пултӑр тесе пӑрӑнтӑм. Мӑйракуна йывӑҫ ҫӑвӗ тултар та кай; Эпӗ сана Вифлеем ҫынни Иессей патне яратӑп: унӑн ывӑлӗсем хушшинче Эпӗ Хам валли патша пӑхса хутӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Самуил каланӑ: мӗнле кайӑп-ха эпӗ? Саул илтӗ те мана вӗлерӗ, тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: кӗтӳрен пӑру илсе ҫавӑтса кай та: «эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳме килтӗм» те;</verse>
				<verse number="3">парне кӳме Иессее [тата унӑн ывӑлӗсене] чӗн; Эпӗ сана тата мӗн тумаллине пӗлтерӗп, эсӗ вара Ман валли Эпӗ кӑтартнӑскере ҫу сӗрсе ярӑн.</verse>
				<verse number="4">Самуил Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тунӑ. Вифлеем патне ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ хулан аслӑ ҫыннисем, шикленсе ӳкнӗскерсем, тухнӑ та каланӑ: эсӗ тӑнӑҫ шухӑшпах килтӗн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл хуравланӑ: тӑнӑҫ шухӑшпа, эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳме килтӗм; тасалӑр та манпа пӗрле парне кӳме пырӑр, тенӗ. Вӑл Иессейпе унӑн ывӑлӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ те вӗсене парне кӳнӗ ҫӗре чӗннӗ.</verse>
				<verse number="6">Лешӗсем пырса тӑрсассӑн, вӑл Елиава курнӑ та: тӗрӗс, ҫакӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрсе ямалли ҫынни! тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Анчах Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: унӑн сӑн-питне, унӑн кӗрнеклӗхне ан пӑх; Эпӗ ӑна йышӑнмарӑм; Эпӗ ҫын пӑхнӑ пек пӑхмастӑп: ҫын пит-куҫ ҫине пӑхать, Ҫӳлхуҫа чӗре ҫине пӑхать, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иессей вара Аминадава чӗнсе илнӗ те ӑна Самуил патне илсе пырса тӑратнӑ, Самуил: Ҫӳлхуҫа куна та суйламан, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иессей Саммана ҫавӑтса пынӑ, Самуил: Ҫӳлхуҫа куна та суйламан, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла Иессей Самуил патне хӑйӗн ҫичӗ ывӑлне те ҫавӑтса пынӑ, анчах Самуил Иессее каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫаксенчен нихӑшне те суйламан, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ Самуил Иессее каланӑ: пур ачи те кунта-и? тенӗ. Иессей хуравланӑ: тата чи кӗҫӗнни пур-ха; вӑл сурӑх кӗтет, тенӗ. Самуил Иессее каланӑ: ҫын ярса чӗнсе кил ӑна: вӑл кунта килмесӗр эпир апат ҫиме лармастпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иессей ҫын ярса чӗнтерсе килнӗ ӑна. Вӑл сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре куҫлӑ, евӗк сӑн-питлӗ пулнӑ. Каланӑ вара Ҫӳлхуҫа: тӑр та ӑна ҫу сӗрсе яр, мӗншӗн тесессӗн ку шӑпах ҫавӑ пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Самуил йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ мӑйракине илнӗ те ӑна пиччӗшӗсем умӗнче ҫу сӗрсе янӑ, ҫав кунран пуҫласа Давид ҫинче яланах Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пулнӑ; Самуил вара Рамӑна тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Саулран вара Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ уйӑрӑлнӑ, Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе ӑна усал сывлӑш пӑлхатнӑ.</verse>
				<verse number="15">Хӑйӗн тарҫисем Саула ҫапла каланӑ: сана Турӑ ирӗкӗпе усал сывлӑш пӑлхатать;</verse>
				<verse number="16">пирӗн хуҫамӑр хӑй умӗнче тӑракан тарҫисене кӗсле ӑстайлӑ калама пӗлекен ҫын шырама хуштӑр; Турӑ ирӗкӗпе сан патна усал сывлӑш килсессӗн, вӑл кӗсле каласа сана лӑплантарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Саул хӑйӗн тарҫисене хуравланӑ: эппин, кӗсле лайӑх калакан ҫын тупӑр та ӑна ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑн чухне унӑн пӗр тарҫи каланӑ: акӑ эпӗ Вифлеем ҫыннин Иессейӗн ывӑлне, кӗсле калама пӗлекенскере, куртӑм. Вӑл харсӑр та хӑюллӑ, калаҫасса та ӑслӑ-тӑнлӑ калаҫать, тата кӗрнеклӗ, Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫӳрекен ҫын вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Саул вара, Иессей патне хыпарҫӑсем ярса, ӑна: Давида, кӗтӳ кӗтекен ывӑлна, ман патӑма яр тесе калама хушнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иессей ӗнтӗ ашакӗ ҫине ҫӑкӑрпа пӗр такмак эрех хурса тата пӗр качака путекки парса Давида, хӑйӗн ывӑлне, Саул патне янӑ.</verse>
				<verse number="21">Давид ӗнтӗ Саул патне ҫитнӗ те уншӑн ӗҫлесе пурӑнма тытӑннӑ, Саул ӑна питех те килӗштернӗ, Давид унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Саул вара, Иессей патне ҫын ярса, ҫапла калама хушнӑ: Давид ман патӑмрах ӗҫлесе тӑтӑр — эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм.</verse>
				<verse number="23">Турӑ ирӗк панипе Саула усал сывлӑш тапӑнсассӑн, Давид, кӗслине алла тытса, кӗвӗ каланӑ, вара Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ, ун чухне унран усал сывлӑш та хӑпнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Филистимсем вӑрҫӑ вӑрҫма ҫар пухнӑ та Иудейӑри Сокхоф хулине пуҫтарӑннӑ, Сокхофпа Азек хушшинчи Ефес-Даммим хулинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Саулпа Израиль ҫыннисем Юман айлӑмӗнче вырӑнаҫнӑ та филистимсемпе ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Филистимсем пӗр енчи ту ҫинче, Израиль ҫыннисем тепӗр енчи ту ҫинче тӑнӑ, вӗсем хушшинче айлӑм пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Филистимсен тапӑрӗнчен Голиаф ятлӑ кӗрешӳҫӗ, Геф ҫынни, тухнӑ, пӗвӗпе вӑл — ултӑ чике те пӗр шит ҫӳллӗш.</verse>
				<verse number="5">Пуҫӗнче — пӑхӑр калпак; хӑй чӗлпӗк пӑхӑр тум тӑхӑннӑ, ҫав пӑхӑр тумӗ унӑн пилӗк пин сикль тайнӑ;</verse>
				<verse number="6">уринче — пӑхӑр чӗркуҫҫилӗх, ҫурӑмӗ хыҫӗнче — пӑхӑр хулкан;</verse>
				<verse number="7">унӑн сӑннин аври — пир тӗртекенсен хивси пек; тимӗр сӑнни хӑй ҫеҫ ултҫӗр сикль тайнӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑ тӑнӑ та израильсен ҫарне ҫапла кӑшкӑрса каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапӑҫма тухрӑр? Эпӗ филистим мар-и, эсир Саул чурисем мар-и? Хӑвӑр хушшӑртан пӗр ҫын суйласа илӗр те, ҫавӑ ман патӑма антӑр;</verse>
				<verse number="9">вӑл манпа ҫапӑҫаять, мана вӗлереет пулсассӑн, эпир сирӗн чурӑрсем пулӑпӑр; эхер те эпӗ ҫӗнтеретӗп пулсассӑн, ӑна вӗлеретӗп пулсассӑн, эсир пирӗн чурасем пулатӑр та пирӗншӗн ӗҫлесе тӑратӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Филисти ҫынни тата ҫапла каланӑ: паян эпӗ Израиль ҫарне намӑс кӑтартӑп; мана ҫын тупса парӑр, тытӑҫӑпӑр иксӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Саулпа Израиль ҫыннисем ҫак сӑмахсене илтнӗ те питӗ хӑраса, сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="12">Давид вӑл Ефрафа ҫыннин Иессейӗн ывӑлӗ пулнӑ. Иессей Иуда хулинче Вифлеемра пурӑннӑ, унӑн сакӑр ывӑл пулнӑ; ҫав ҫын Саул пурӑннӑ вӑхӑтра ватӑлса ҫитнӗ те арсем хушшинче чи асли шутланнӑ.</verse>
				<verse number="13">Иессейӗн виҫӗ аслӑ ывӑлӗ Саулпа пӗрле вӑрҫа кайнӑ; вӑрҫа кайнӑ виҫӗ ывӑлӗн ячӗсем: асли — Елиав, ун хыҫҫӑнхи иккӗмӗшӗ — Аминадав, виҫҫӗмӗшӗ — Самма;</verse>
				<verse number="14">Давид вара чи кӗҫӗнни пулнӑ. Аслисенчен виҫҫӗшӗ Саулпа пӗрле кайнӑ;</verse>
				<verse number="15">Давид Саул патӗнчен каялла Вифлеема ашшӗн сурӑхӗсене кӗтме таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав филистим ир те, каҫ та туха-туха калаҫнӑ, ҫапла хӗрӗх кун хушши каппайланнӑ.</verse>
				<verse number="17">Иессей Давида, хӑйӗн ывӑлне, каланӑ: пиччӳсем валли пӗр ефа типӗтнӗ тӗш тырӑ тата вунӑ ҫӑкӑр ил те хӑвӑртрах тапӑра пиччӳсене леҫсе пар;</verse>
				<verse number="18">ку вунӑ чӑкӑтне пинпӗве леҫсе пар та пиччӳсен сывлӑхӗ ҫинчен, вӗсене мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗл, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Саул та, вӗсем те, мӗнпур Израиль ҫынни те Юман айлӑмӗнче пулнӑ, филистимсене хирӗҫ ҫапӑҫма хатӗрленнӗ.</verse>
				<verse number="20">Давид ирхине ирех тӑрса сурӑхӗсене хуралҫӑна шанса панӑ та ҫӗклемне илсе, хӑйне Иессей хушнӑ пек, ҫула тухнӑ; вӑл лавсем патне пырса ҫитнӗ, ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра ҫар йӗркеленсе тӑнӑ пулнӑ, кӑшкӑрашса, ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ.</verse>
				<verse number="21">Израиль ҫыннисемпе филистимсем пӗр-пӗрне хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Давид хӑйӗн ҫӗклемне лавсен хуралҫине парса хӑварнӑ та ҫар ӗречӗсем патнелле чупса кайнӑ, унта ҫитсессӗн хӑйӗн пиччӗшӗсене саламланӑ.</verse>
				<verse number="23">Акӑ вӑл вӗсемпе калаҫнӑ хушӑра Голиаф ятлӑ кӗрешӳҫӗ, Геф хулинчи филистим, филистимсен ӗретӗнчен мала тухса тӑрать те унччен каланӑ сӑмахсенех калать, вӗсене Давид та илтнӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫав ҫынна курса, Израиль ҫыннисем пурте аяккалла тарнӑ: вӗсем унран шутсӑр хӑранӑ.</verse>
				<verse number="25">Израиль ҫыннисем каланӑ: ҫак калаҫакан ҫынна куратӑр-и? Вӑл Израиле мӑшкӑл кӑтартасшӑн калаҫать. Эхер те ӑна кам та пулин вӗлерес пулсассӑн, патша ҫав ҫынна пысӑк пуянлӑх парнеленӗ пулӗччӗ, вӑл ӑна хӑйӗн хӗрне те качча парӗччӗ, унӑн ашшӗн килне те Израильре ирӗклӗ тӑвӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Давид хӑйпе пӗрле тӑракан ҫынсене каланӑ: ҫак филистима вӗлерекене, Израиле намӑсран хӑтаракана мӗн тӑвӗҫ? чӗрӗ Туррӑн ҫарне ҫапла мӑшкӑллама ҫак ӳт кастарман филистим камах вара вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Халӑх ӑна паҫӑрхи сӑмахсенех каланӑ: ӑна вӗлерекен ҫынна ҫав-ҫав кӗтет, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Елиав, Давидӑн аслӑ пиччӗшӗ, вӑл ҫынсемпе мӗн калаҫнине илтнӗ те, Давида ҫилленсе, ҫапла каланӑ: эсӗ кунта мӗншӗн килтӗн, нумаях та мар сурӑхсене пушхирте кама шанса хӑвартӑн? Эпӗ санӑн мӑнкӑмӑллӑхна, путсӗр чӗрӳне пӗлетӗп, эсӗ кунта ҫапӑҫнине курма килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Давид ӗнтӗ: мӗн турӑм-ха эпӗ? калаҫрӑм ҫеҫ мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вӑл пиччӗшӗнчен тепӗр ҫын еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ та ҫав сӑмахсенех каланӑ, халӑх ӑна унчченхи пекех хуравланӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫынсем Давид мӗн каланине илтнӗ те ҫав сӑмахсене Саула каласа панӑ, лешӗ ӑна хӑй патне чӗнтернӗ.</verse>
				<verse number="32">Давид вара Саула каланӑ: ҫав ҫынна пула никам та хавшаса ан ӳктӗр; санӑн чуру ҫав филистимпа ҫапӑҫма тухӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Анчах Саул Давида ҫапла каланӑ: эсӗ ҫав филистима хирӗҫ тухма пултараймастӑн, унпа ҫапӑҫаймастӑн: эсӗ яш ача ҫеҫ-ха, вӑл вара ҫамрӑкранпах ҫар ҫынни, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Давид Саула каланӑ: санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ,</verse>
				<verse number="35">эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ; вӑл ман ҫине сиксе ӳксессӗн, эпӗ ӑна ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ;</verse>
				<verse number="36">санӑн чуру арӑслана та, упана та вӗлернӗ, ҫак ӳт кастарман филистима та ҫавах кӗтет, мӗншӗн тесессӗн вӑл чӗрӗ Туррӑн ҫарне мӑшкӑллать. [Израиле ан мӑшкӑллатӑр тесе, манӑн каяс мар-и, ӑна тӗп тӑвас мар-и? Камах ӗнтӗ ҫав ӳт кастарман ҫын?] тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Давид татах каланӑ: мана арӑсланпа упаран хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа мана ҫак филистимран та хӑтарӗ, тенӗ. Саул вара Давида: кай, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Саул Давида хӑйӗн тумтирне тумлантарнӑ, пуҫне пӑхӑр калпак тӑхӑнтартнӑ, тата ӑна тимӗр тум та тӑхӑнтартнӑ.</verse>
				<verse number="39">Тумӗ ҫийӗн, пилӗкӗнчен, Давид унӑн хӗҫне ҫакса янӑ та каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл кун пек ҫар тумне хӑнӑхман пулнӑ; Давид ӗнтӗ Саула ҫапла каланӑ: эпӗ кун пек тумпа ҫӳрейместӗп, эпӗ хӑнӑхман, тенӗ. Давид вара ҫакна йӑлтах хывса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="40">Вӑл хӑй туйине тытнӑ, ҫырмаран пилӗк яка чул суйласа илнӗ, вӗсене хӑй ҫумӗнчи кӗтӳҫ хутаҫҫине чикнӗ; хутаҫпа та аллинчи чулравпа филистима хирӗҫ тухнӑ.</verse>
				<verse number="41">Филистим та вырӑнтан хускалнӑ, Давид патнелле ҫывӑхарса пынӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.</verse>
				<verse number="42">Давида курсассӑн, филистим ун ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ҫап-ҫамрӑк, сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре сӑн-питлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="43">Филистим ӗнтӗ Давида каланӑ: мӗн эсӗ мана хирӗҫ патакпа [та чулпа] килетӗн? эпӗ йытӑ-им? тенӗ. [Давид: эсӗ йытӑран та япӑхрах, тенӗ.] Филистим вара Давида хӑйӗн туррисен ячӗпе ылханнӑ.</verse>
				<verse number="44">Филистим Давида тата ҫапла каланӑ: ман патӑма кил-ха, эпӗ санӑн ӳтне тӳпери кайӑксемпе хирти тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп;</verse>
				<verse number="46">паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ;</verse>
				<verse number="47">ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Филистим Давид патнелле ҫывӑхарма пуҫласассӑн, Давид васкасах тӑшман ҫарӗ еннелле, филистима хирӗҫ, чупса пынӑ.</verse>
				<verse number="49">Вӑл, аллине хутаҫа чиксе, унтан чул илнӗ те чулравне тытса чӗвве янӑ, филистима ҫамкаранах лектернӗ, чулӗ ҫамкине ҫӗмӗрсе кӗрсех ларнӑ, вӑл вара ӳпне кайса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="50">Филистима Давид ҫапла чулравпа та чулпа ҫӗнтернӗ, филистима тӗл тивертсе вӗлернӗ; Давид аллинче хӗҫ пулман.</verse>
				<verse number="51">Унтан Давид чупса пынӑ та, филистим ҫине урипе пусса, унӑн хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ, хӗҫпе сулса ярса, унӑн пуҫне касса татнӑ; филистимсем вара, хӑйсен паттӑрӗ вилнине курсассӑн, тарма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="52">Ӗнтӗ Израильпе Иуда арӗсем кар ҫӗкленнӗ те хавассӑн кӑшкӑрса янӑ, филистимсене вӗсем айлӑма ҫитичченех, Аккарон хапхи патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ. Хӗҫ айне пулнӑ филистимсем Шаарим ҫулӗ ҫинче Гефпа Аккарона ҫитичченех выртса юлнӑ.</verse>
				<verse number="53">Филистимсене хӑваланӑ хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем каялла таврӑннӑ та вӗсен тапӑрне ҫаратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="54">Давид ӗнтӗ филистим пуҫне илнӗ те ӑна Иерусалима кайса панӑ, унӑн кӑралне хӑйӗн чатӑрне хунӑ.</verse>
				<verse number="55">Саул, Давид филистима хирӗҫ тухнине курсассӑн, Авениртан, хӑйӗн ҫарпуҫӗнчен, ҫапла ыйтнӑ: Авенир, ку яш ача кам ывӑлӗ пулать? тенӗ. Авенир: патшамӑм, санӑн чуну сывӑ пултӑрах; эпӗ пӗлместӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="56">Патша каланӑ: апла пулсан ыйтса пӗл, ку яш ача кам ывӑлӗ пулать? тенӗ.</verse>
				<verse number="57">Давид филистимсене ҫӗнтерсе каялла килнӗ чухне Авенир ӑна Саул патне илсе пынӑ, Давид аллинче филистим пуҫӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="58">Саул унран ыйтнӑ: кам ывӑлӗ пулатӑн эсӗ, яш ачам? тенӗ. Давид каланӑ: Вифлеемра пурӑнакан Иессей чурун ывӑлӗ пулатӑп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Давид Саулпа калаҫса пӗтерсессӗн, Ионафанӑн чунӗ Давид чунӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, Ионафан ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав кун Саул Давида хӑй патне илсе кайнӑ, ӑна ашшӗ килне таврӑнма ирӗк паман.</verse>
				<verse number="3">Ионафан Давидпа килӗшӳ тунӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ионафан хӑйӗн ҫиелти тумтирне Давида хывса панӑ, ӑна хӑйӗн ытти тумтирне те, хӗҫне те, уххине те, пиҫиххине те панӑ.</verse>
				<verse number="5">Саул ӑна кирек ӑҫта ярсассӑн та, Давид пур ҫӗрте те ӗҫе ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ, Саул вара ӑна ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ туса хунӑ; ҫакна пӗтӗм халӑх та, Саул тарҫисем те ырланӑ.</verse>
				<verse number="6">Израиль ҫарӗ Давид филистима ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑннӑ чухне Израильри пур хуларан та хӗрарӑмсем Саул патшана хирӗҫ савӑнӑҫлӑн юрласа та ташласа, тӳнкӗр те кимвал ҫапса тухнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ кӗвӗ калакан хӗрарӑмсем ҫапла кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ: Саул — пиншер ҫынна, Давид вуншар-вуншар пин ҫынна ҫӗнтерчӗ!</verse>
				<verse number="8">Саул кулянсах ӳкнӗ, ҫак сӑмах уншӑн кӑмӑллӑ пулман, вӑл ӗнтӗ: Давида вуншар пин, мана вара пиншер анчах пачӗҫ; ӑна патшалӑх кӑна ҫитмест, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав кун хыҫҫӑн Саул Давид ҫине шанмасӑр пӑхма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="10">Тепӗр кунне ҫакӑн пек пулса тухнӑ: Турӑ ирӗкӗпе Саула усал сывлӑш тапӑннӑ та, вӑл килӗнче тилӗрсе-урса ҫӳренӗ, Давид вара, ытти кунсенчи пекех, кӗсле каланӑ; Саул аллинче сӑнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Саул, Давида стена ҫумне пӑталаса лартас тесе, сӑнӑпа пенӗ; анчах Давид икӗ хутчен пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ.</verse>
				<verse number="12">Саул вара Давидран хӑрама пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Саулран Ҫӳлхуҫа пӑрӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Саул ӑна хӑйӗнчен аяккарах пӑрнӑ, ӑна пинпӳ туса хунӑ, Давид вара халӑхпа тухса-кӗрсе ҫӳреме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="14">Давид пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ туса пынӑ, унпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Саул вӑл питех те ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине курса унран хӑранӑ.</verse>
				<verse number="16">Давида пӗтӗм Израильпе Иуда юратнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗсем хушшине тухса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="17">Саул Давида каланӑ: акӑ манӑн аслӑ хӗрӗм Мерова; эпӗ ӑна сана качча парӑп, эсӗ вара ман патӑмра паттӑрри пул та Ҫӳлхуҫа вӑрҫисене ертсе пыр, тенӗ. Саул ҫапла шухӑшланӑ: ун ҫинче манӑн аллӑм ан пултӑр, филистимсен алли пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Анчах та Давид Саула ҫапла каланӑ: патша кӗрӳшӗ пулмашкӑн кам эпӗ, манӑн пурӑнӑҫӑмпа ман аттемӗн йӑхӗ мӗнех вӑл Израильре? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Мерована, Саул хӗрне, Давида качча пама вӑхӑт ҫитсессӗн вара ӑна Мехола ҫыннине Адриэла качча панӑ.</verse>
				<verse number="20">Анчах Давида Саулӑн тепӗр хӗрӗ, Мелхола, юратса пӑрахнӑ; ҫакӑн ҫинчен Саула пӗлтерсессӗн, ку хыпар уншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Саул ҫапла шухӑшланӑ: ӑна Давида качча парсассӑн, вӑл Давидшӑн серепе пулӗ, вара Давид ҫинче филистимсен алли пулӗ, тенӗ. Ӗнтӗ Саул Давида каланӑ: эсӗ манпала тепӗр хӗрӗм урлӑ тӑванланӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Саул хӑйӗн тарҫисене ҫапла хушнӑ: Давида вӑрттӑн калӑр: акӑ сана патша кӑмӑллать, сана унӑн пӗтӗм тарҫи те юратать; эппин, патша кӗрӳшӗ пул тесе систерӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Саул тарҫисем ҫак сӑмаха Давид хӑлхине ҫитернӗ. Давид каланӑ: патша кӗрӳшӗ пуласси сирӗншӗн ҫӑмӑл пек туйӑнать-им? эпӗ — чухӑн, ахаль ҫын ҫеҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Тарҫисем Саула каласа панӑ: Давид акӑ мӗн калать, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Саул каланӑ: Давида акӑ ҫапла пӗлтерӗр: патшана хулӑм кирлӗ мар, вӑл тӑшманӗсене тавӑрасшӑн, ҫавӑнпа филистимсен ҫӗр ҫыннин хӗрринчи ӳтне кастарнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтмасть, тейӗр, тенӗ. Саул ӗнтӗ Давида филистимсен аллипе пӗтерме шутланӑ.</verse>
				<verse number="26">Патша тарҫисем ҫакна Давида каласа панӑ та, вӑл патша кӗрӳшӗ пулас шухӑша килӗштернӗ.</verse>
				<verse number="27">Палӑртнӑ кунсем ҫитичченех Давид хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле кайнӑ та филистимсен икҫӗр ҫыннине вӗлерсе вӗсен хӗрринчи ӳтне касса илсе килнӗ, патша кӗрӳшӗ пулас тесе, ҫавна пурне те патша патне илсе пынӑ. Вара Саул ӑна хӑйӗн хӗрне Мелхолӑна качча панӑ.</verse>
				<verse number="28">Саул ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Давидпа пӗрле пулнине [тата ӑна пӗтӗм Израиль юратнине], Давида Саул хӗрӗ Мелхола та юратнине курса-пӗлсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="29">Саул Давидран тата хытӑрах хӑрама пуҫланӑ, вӑл пӗтӗм пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех унӑн тӑшманӗ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="30">Филисти ҫулпуҫӗсем вӑрҫа тухсан, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенченех Давид хӑйне Саулӑн мӗнпур тарҫинчен ӑслӑ-тӑнлӑрах кӑтартнӑ, унӑн ячӗ вара ҫав тери чапа тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Саул Ионафана, хӑйӗн ывӑлне, тата хӑйӗн мӗнпур тарҫине Давида вӗлерме каланӑ; анчах Ионафан, Саул ывӑлӗ, Давида питӗ юратнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ионафан, Давида пӗлтерсе, ҫапла каланӑ: манӑн Саул аттем сана вӗлересшӗн; ыран сыхлануллӑ пул; вӑрттӑн вырӑнта пытанса лар;</verse>
				<verse number="3">эпӗ аттемпе пӗрле хире тухӑп та эсӗ пытанса тӑракан вырӑнта пулӑп, аттемпе сан ҫинчен калаҫӑп, хам мӗн пӗлнине сана каласа парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ионафан ӗнтӗ Саула, хӑйӗн ашшӗне, Давид ҫинчен питӗ лайӑх каланӑ, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурине Давида хирӗҫ ҫылӑх ан тутӑр: вӑл сана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗмен, вӑл саншӑн усӑллӑ ӗҫсем ҫеҫ тунӑ;</verse>
				<verse number="5">Филисти ҫыннине тӗп тунӑ чухне вӑл вилӗмле хӑрушлӑха лекрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пӗтӗм Израиле пысӑк ҫӑлӑнӑҫ пачӗ; эсӗ ҫавна куртӑн, савӑнтӑн; мӗншӗн-ха эсӗ, айӑпсӑр юна хирӗҫ пырса, ҫылӑха кӗресшӗн, Давида сӑлтавсӑрах вӗлересшӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Саул Ионафана итленӗ, Саул ҫапла тупа тунӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, Давид вилес ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ионафан ӗнтӗ Давида чӗнсе илнӗ те ӑна ҫав сӑмахсене каласа панӑ, Ионафан вара Давида Саул патне илсе пынӑ, Давид ун патӗнче ӗнер, виҫӗмкун пурӑннӑ пекех пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Каллех вӑрҫӑ пуҫланнӑ, Давид филистимсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, вӗсене вӑйлӑн аркатса тӑкнӑ, вӗсем унран тарса пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ ирӗкӗпе Саула каллех усал сывлӑш тапӑннӑ, пӗррехинче вӑл килӗнче ларнӑ пулнӑ, аллинче сӑнӑ пулнӑ, Давид кӗсле каласа ларнӑ.</verse>
				<verse number="10">Саул сӑннипелен Давида стена ҫумне пӑталаса лартасшӑн пулнӑ, анчах Давид Саулран пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ, сӑнни стенана тӑрӑнса ларнӑ; Давид ҫав каҫ тухса тарса ҫӑлӑнса юлнӑ.</verse>
				<verse number="11">Давида сыхласа тӑрса ирччен вӗлерме хушса, Саул хӑйӗн тарҫисене Давид килне янӑ. Давида Мелхола, хӑйӗн арӑмӗ, каланӑ: эхер те эсӗ ҫак каҫ чунна ҫӑлса хӑвармасассӑн, ыран сана вӗлереҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Мелхола Давида чӳрече витӗр антарса янӑ, вӑл кайнӑ, тарса хӑтӑлнӑ.</verse>
				<verse number="13">Мелхола вара кил йӗрӗхне илнӗ те ӑна Давид вырӑнӗ ҫине хунӑ, пуҫ вӗҫне качака тирӗ хунӑ, ҫиелтен тумтирпе витнӗ.</verse>
				<verse number="14">Саул хӑйӗн тарҫисене Давида тытма янӑ; анчах Мелхола: вӑл чирлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара Саул, тарҫисене Давида тӗрӗслеме хушса ярса, ҫапла каланӑ: ӑна вӗлерме ман патӑма вырӑнӗ-мӗнӗпех йӑтса килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Тарҫӑсем ҫитнӗ те, акӑ вырӑн ҫинче — тӑм кӗлетке, пуҫ вӗҫӗнче — качака тирӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул Мелхолӑна каланӑ: мӗншӗн эсӗ мана ҫапла улталарӑн, манӑн тӑшмана кӑларса ятӑн, вӑл тартӑр терӗн-и? тенӗ. Мелхола Саула ҫапла каланӑ: вӑл: мана кӑларса яр, унсӑрӑн эпӗ сана вӗлеретӗп, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Давид тарса ӳкнӗ те ҫӑлӑннӑ, вӑл Самуил патне Рамӑна ҫитнӗ, хӑйне Саул мӗн тунине ӑна пӗтӗмпех каласа панӑ. Вӑл Самуилпа пӗрле тухса кайнӑ, вӗсем Навафра [Рамӑра] чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Саула: Давид — Навафра, Рамӑра тесе пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="20">Саул хӑйӗн тарҫисене Давида тытма хушса янӑ, анчах пророкла калаҫакан пророк ушкӑнне тата вӗсене ертсе пыракан Самуила курсассӑн, вӗсем ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ та, вӗсем те пророкла калаҫма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫакӑн ҫинчен Саула пӗлтернӗ, вӑл вара урӑх тарҫӑсем янӑ, анчах кусем те пророкла калаҫма пуҫланӑ. Каярах тата урӑх тарҫӑсем янӑ, вӗсем те пророкла калаҫма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="22">[Ҫилленсе ҫитсе,] Саул хӑй те Рамӑна тухса кайнӑ, вара Сефа теекен вырӑнти пысӑк ҫӑлкуҫ патне ҫитнӗ те: Самуилпа Давид ӑҫта-ши? тесе ыйтнӑ. Ӑна: ҫакӑнта, Навафра, Рамӑра, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл Рамӑри Навафа кайнӑ, ун ҫине те Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вӑл вара Рамӑри Навафа ҫитиччен пророкла калаҫса пынӑ.</verse>
				<verse number="24">Унтан вӑл тумтирне хывнӑ та Самуил умӗнче пророкла калаҫнӑ, ҫав кунне кунӗпе тата ҫӗрӗпе тумтир тӑхӑнмасӑр выртнӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ: «Саул та пророк пулчӗ-ши вара?» теҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Давид, Рамӑри Навафран тарса кайса, Ионафан патне ҫитнӗ те каланӑ: мӗн турӑм-ши эпӗ, мӗн тӗрӗс марри турӑм-ши, санӑн аҫу умӗнче мӗнпе ҫылӑха кӗтӗм-ши, мӗншӗн вӑл манӑн чуна шырать-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="2">[Ионафан] ӑна каланӑ: ҫук, эсӗ вилместӗн; мана каламасӑр атте пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тумасть; ку ӗҫе те мӗншӗн манран пытармалла-ха унӑн? кун пекки пулас ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Давид тупа туса каланӑ: санӑн аҫу эсӗ мана кӑмӑлланине питӗ лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа вӑл хӑйне хӑй: «Ионафан ҫакӑн ҫинчен ан пӗлтӗр, кулянса ан ӳктӗр» тет; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! ӗнтӗ манпала вилӗм хушшинче пӗр утӑм ҫеҫ юлчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ионафан Давида каланӑ: санӑн чуну мӗн ыйтнине эпӗ йӑлтах тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид Ионафана каланӑ: ыран акӑ ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, манӑн патшапа юнашар сӗтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тӑр, каям, эпӗ виҫминехи каҫчен хирте пытанса пурӑнӑп.</verse>
				<verse number="6">Эхер те санӑн аҫу ман ҫинчен ыйтсассӑн, эсӗ: «Давид манран ирӗк ыйтса хӑйӗн хулине Вифлееме кайрӗ: вӗсенӗн пӗтӗм йӑхӗ унта ҫулталӑкшӑн кӳмелли парне парать» те.</verse>
				<verse number="7">Эхер те, ҫакӑнпа килӗшсе, вӑл: «юрать» тесессӗн, санӑн чуру тӑнӑҫлӑ ҫӳрӗ; эхер те тарӑхса кайсассӑн, пӗлсех тӑр, вӑл усал ӗҫ тума шутласа хунӑ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ вара хӑвӑн чуруна ырӑ тусам, — эсӗ хӑвӑн чурупа Ҫӳлхуҫа умӗнче килӗшӳ тусаччӗ, — манӑн мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн, вӗлер мана; мӗншӗн-ха санӑн мана хӑвӑн аҫу патне илсе каймалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ионафан каланӑ: санпа нимӗн те пулмасть; эхер те аттем сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутласа хунине пӗлсессӗн, сана ҫавӑн ҫинчен пӗлтермӗп-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Давид Ионафана каланӑ: эхер те аҫу сана хаяррӑн хуравласассӑн, кам пӗлтерӗ-ха мана? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ионафан Давида каланӑ: атя-ха, хире тухар, тенӗ. Вара иккӗшӗ те хире тухнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ионафан Давида каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри чӗрӗ! эпӗ ыран ҫак вӑхӑталла е ыран мар тепӗр кун аттерен пӗтӗмпе ыйтса пӗлӗп; эхер те вӑл Давид ҫинчен кӑмӑллӑ калаҫсассӑн, эпӗ сан патна ҫын ямӑп, сана тӳрех пӗлтермӗп,</verse>
				<verse number="13">Ионафана Ҫӳлхуҫа ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр. Эхер те манӑн атте сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутлать пулсассӑн, ҫакна эпӗ сана тӳрех пӗлтерӗп, сана ирӗке ярӑп, каях вара: Ҫӳлхуҫа ман аттепе пулнӑ пек, Вӑл санпа пӗрле те пултӑр!</verse>
				<verse number="14">Анчах эсӗ те, эпӗ сывах юлас пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхне кӳр.</verse>
				<verse number="15">Эхер те эпӗ вилес пулсассӑн, манӑн килӗме ан пӑрах, нихӑҫан та — Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫинчен Давидӑн мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑксассӑн та — ӑна хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартма ан пӑрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ионафан ҫапла Давид килӗпе килӗшӳ тунӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа Давид тӑшманӗсенчен шыраса илтӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ионафан ӗнтӗ туслӑх ячӗпе тупа тунӑ, мӗншӗн тесессӗн Давида вӑл хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ионафан ӑна каланӑ: ыран ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, сан ҫинчен ыйтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн санӑн вырӑну пушах пулӗ;</verse>
				<verse number="19">ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш кунне эсӗ аяла ан та ху унччен пытаннӑ вырӑна васка, Азель чулӗ патне пырса лар;</verse>
				<verse number="20">эпӗ, тӗл пеме тухнӑ пек, ҫав еннелле виҫӗ ҫӗмрен вӗҫтерӗп;</verse>
				<verse number="21">тарҫӑма ҫӗмренсене илме ярӑп: «пыр, ҫӗмренсене илсе кил» тейӗп, эхер те ӑна: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн хыҫӑнтах, ил вӗсене» терӗм пулсассӑн, эсӗ ман патӑма пыр, мӗншӗн тесессӗн сана татулӑх кӗтет, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана нимӗн те пулмӗ;</verse>
				<verse number="22">эхер те тарҫӑма: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн умӑнтах» терӗм пулсассӑн, каях вара: Ҫӳлхуҫа сана кайма хушать;</verse>
				<verse number="23">эпир санпа мӗн калаҫнине курса-итлесе тӑраканӗ Ҫӳлхуҫа пулчӗ, Вӑл ӗмӗрлӗх кӳнтелен, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Давид вара хире пытаннӑ. Ҫӗнӗ уйӑх уявӗ ҫитнӗ, акӑ патша апатланма ларнӑ.</verse>
				<verse number="25">Патша, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хӑй вырӑнне стена ҫумӗнчи ларкӑч ҫине ларнӑ, Ионафан Саула хирӗҫ ларнӑ, Авенир Саул ҫывӑхне ларнӑ; Давид вырӑнӗ вара пушах пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫав кун Саул нимӗн те каламан, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫакӑ ӑнсӑртран килсе тухнӑ, Давид таса мар, тасалма ӗлкӗреймен пулӗ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӗнӗ уйӑх уявӗн иккӗмӗш кунӗ те ҫитнӗ, Давид вырӑнӗ вара ҫаплах пушӑ пулнӑ. Ҫавӑн чухне Саул хӑйӗн ывӑлне Ионафана каланӑ: мӗншӗн-ха Иессей ывӑлӗ ӗнер те, паян та апата килмерӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ионафан ӗнтӗ Саула хуравланӑ: Давид манран Вифлеема кайма ирӗк ыйтса илчӗ;</verse>
				<verse number="29">вӑл ҫапла каларӗ: «кайма ирӗк парсамччӗ мана: пирӗн хулара хамӑр тӑвансем парне кӳме пуҫтарӑнаҫҫӗ, пиччем ман пата йыхрав ячӗ; санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, каям та пиччемсене курса килем» терӗ; ҫавӑнпа вӑл патша апатне килеймерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑн чухне Саул, Ионафана ҫилленсе, кӑтӑрсах кайнӑ: юрӑхсӑр, путсӗр ывӑл! эсӗ хӑвна тата хӑвӑн аннӳне намӑса хӑварса, Иессей ывӑлӗпе туслашса кайнине пӗлместӗп-им эпӗ?</verse>
				<verse number="31">ҫак тӗнчере Иессей ывӑлӗ пурӑннӑ чухне эсӗ те, санӑн патшалӑху та тытӑнса тӑраяс ҫук; халех ун патне ҫын яр та ӑна ман патӑма илсе кил: вӑл — вилмелли ҫын, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Ионафан вара Саула, хӑйӗн ашшӗне, ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн вӗлермелле-ха ӑна? мӗн тунӑ вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ывӑлне вӗлерсе пӑрахаслах, Саул ун ҫине сӑнӑ ывӑтнӑ. Ионафан вара ашшӗ Давида вӗлермех шут тытнине ӑнланса илнӗ.</verse>
				<verse number="34">Ионафан, хытах ҫилленсе кайса, сӗтел хушшинчен тухнӑ, ҫӗнӗ уйӑх уявӗн иккӗмӗш кунӗнче вӑл апат та ҫимен, мӗншӗн тесессӗн Давидшӑн хуйхӑрнӑ, тата хӑйне ашшӗ кӳрентернӗшӗн куляннӑ.</verse>
				<verse number="35">Тепӗр кунхине ирхине, Давида каласа хунӑ вӑхӑтра, Ионафан хире тухнӑ, унпа пӗрле тарҫӑ, ҫамрӑк ача, пулнӑ.</verse>
				<verse number="36">Вӑл тарҫине каланӑ: чуп, эпӗ перекен ҫӗмренсене шыра, тенӗ. Ача чупса кайнӑ, Ионафан вара ҫӗмренӗсене тарҫӑран иртсе кайса малта ӳкмелле пенӗ.</verse>
				<verse number="37">Ача ҫӗмренсем ӳкнӗ еннелле чупнӑ, Ионафан ун хыҫӗнчен кӑшкӑрса: авӑ, ҫӗмрен сан умӑнта, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл тарҫи хыҫӗнчен тата тепре те кӑшкӑрса каланӑ: хӑвӑртрах чуп, чарӑнса ан тӑр! тенӗ. Ача Ионафан ҫӗмренӗсене пуҫтарса илнӗ те хуҫи патне пынӑ.</verse>
				<verse number="39">Ача нимӗн те пӗлмен; ку мӗне пӗлтернине Ионафанпа Давид ҫеҫ пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="40">Ионафан хӑйӗн кӑралне ачана панӑ та: куна каялла хулана илсе кай, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Ача кайсассӑн, Давид кӑнтӑр енчен хӑпарнӑ та виҫӗ хутчен ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ; икӗ тус пӗр-пӗрне чуптунӑ, иккӗшӗ те йӗнӗ, Давид тата хытӑрах йӗнӗ.</verse>
				<verse number="42">Вара Ионафан Давида каланӑ: ыррӑн-сыввӑн кай, эпир санпа иксӗмӗр Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса: «санпа ман хушшӑмра та, санӑн вӑрлӑхупа манӑн вӑрлӑх хушшинче те Ҫӳлхуҫа пултӑр» тени ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">[Давид] ӗнтӗ ҫула тухнӑ, Ионафан хулана таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Давид Номва хулине Ахимелех священник патне пынӑ. Давида курсассӑн, Ахимелех аптӑраса кайнӑ, унтан: мӗншӗн эсӗ пӗчченех, мӗншӗн санпала никам та ҫук вара? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="2">Давид Ахимелех священника каланӑ: патша мана пӗр ӗҫ хушса ячӗ, анчах та вӑл: «эпӗ сана мӗншӗн янине, мӗн хушнине никам та ан пӗлтӗр» терӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ҫыннӑмсене пӗр ҫӗрте хӑвартӑм;</verse>
				<verse number="3">апла аллу айӗнче мӗн пуррине — пӗр пилӗк ҫӑкӑр е мӗн те пулин — пар мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Священник Давида хуравласа каланӑ: ман алӑра ахаль ҫӑкӑр ҫук, сӑваплӑ ҫӑкӑр ҫеҫ; эхер те санӑн ҫыннусем хӗрарӑмпа хутшӑнман пулсассӑн, [ан тив, ҫиччӗр], тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид священника ҫапла хуравласа каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та — ҫула тухнӑранпах — пирӗн яхӑнра хӗрарӑм пулман, манӑн ҫыннӑмсен ӳчӗ таса, паян уйрӑмах таса, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара священник ӑна сӑваплӑ ҫӑкӑр панӑ: унӑн Турӑ умне хумалли парне ҫӑкӑрӗсемсӗр пуҫне урӑх ҫӑкӑр пулман, вӗсем вырӑнне ӗнтӗ ӑшӑ ҫӑкӑрсем хумалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫав кунхине унта, Ҫӳлхуҫа умӗнче, Саулӑн пӗр тарҫи пулнӑ. Вӑл Идумея ҫынни, Доик ятлӑскер, Саул кӗтӳҫӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Давид Ахимелеха каланӑ: санӑн кунта алӑ айӗнче сӑнӑ е хӗҫ ҫук-и? патша хушнине тума васкавлӑн тухса килтӗм те хампа пӗрле хӗҫ те, урӑх кӑрал та илеймерӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Священник каланӑ: акӑ Голиафӑн — Юман айлӑмӗнче хӑв тӗп тунӑ филистимӑн — хӗҫӗ, тумтирпе чӗркенӗскер, вӑл ефод хыҫӗнче выртать; кӑмӑлу пулсассӑн, ил; унсӑр пуҫне кунта урӑххи ҫук, тенӗ. Давид каланӑ: кун пеккине урӑх тупаяс ҫук, ӑна мана пар, тенӗ. [Лешӗ ӑна панӑ.]</verse>
				<verse number="10">Давид ҫав кунах Саулран тарса кайнӑ та Геф патши Анхус патне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="11">Тарҫисем Анхуса каланӑ: ҫакӑ вӑл Давид, леш ҫӗршывӑн патши, мар-и-ха? вӑйӑ картинче ун ҫинчен: «Саул — пиншер ҫынна, Давид вуншар-вуншар пин ҫынна ҫӗнтерчӗ» тесе юрламастчӗҫ-и-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Давид ҫак сӑмахсене чӗрине хывнӑ та Анхусран, Геф патшинчен, хытах хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара вӑл вӗсен умӗнче хӑйӗн сӑн-питне улӑштарнӑ, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑссӑра пенӗ, алӑксем ҫине темӗн чӗркеленӗ, [аллисене тӑрмаланӑ,] сухалӗ ҫине сӗлекине юхтарнӑ.</verse>
				<verse number="14">Анхус ӗнтӗ хӑйӗн чурисене каланӑ: курмастӑр-им, вӑл ӑсран тайӑлнӑ ҫын; мӗншӗн эсир ӑна ман патӑма илсе килтӗр?</verse>
				<verse number="15">ман патӑмра ӑсран тайӑлнӑ ҫын сахал-им, эсир ӑна мӗншӗн илсе килтӗр, ман умӑмра ухмахла хӑтланчӑкне кӑтартма-и? ҫакӑ та ман ҫуртӑма кӗрӗ-и вара? тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Давид унтан кайнӑ та Одолламри ҫӗр хӑвӑлне тарса пытаннӑ, унӑн пиччӗшӗсем тата ашшӗн пӗтӗм кил-йышӗ ҫавна илтнӗ те ун патне пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Ун патне ӗнтӗ хӗн-хур тӳсекенсем, парӑмшӑн асапланакансем, чун-чӗри хуҫӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ, вӑл вӗсенӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ; унпа пӗрле тӑватҫӗре яхӑн ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Давид ку вырӑнтан Моаври Массифӑна кайнӑ та Моав патшине ҫапла каланӑ: эпӗ Турӑ хама мӗн тӑвассине пӗличчен манӑн аттепе анне сирӗн патӑрта пурӑнччӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсене вӑл Моав патши патне илсе пынӑ, вӗсем вара Давид пытанса пурӑннӑ вӑхӑтра тӑршшӗпех унта пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Анчах Гад пророк Давида каланӑ: ку хӳтлӗхре ан юл, хускал, Иуда ҫӗрне кай, тенӗ. Давид тухса кайнӑ та Херет вӑрманне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="6">Саул ӗнтӗ Давидпа унӑн ҫыннисем унта пырса ҫитнине илтнӗ. Саул ун чухне Гивӑра ту ҫинчи юман айӗнче ларнӑ, унӑн аллинче сӑнӑ пулнӑ, ӑна хӑйӗн пӗтӗм тарҫи хупӑрласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Хӑйне хупӑрласа тӑракан тарҫисене Саул ҫапла каланӑ: итлӗр-ха, Вениамин ывӑлӗсем! Иессей ывӑлӗ сире пурне те уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисем парать-и вара, сире пурне те пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем тӑвать-и?</verse>
				<verse number="8">мӗн эсир пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ, манӑн ывӑл Иессей ывӑлӗпе туслашнӑ чухне ҫавӑн ҫинчен мана никам та пӗлтермерӗ, манӑн ывӑл мана хирӗҫ манӑн чурана вӑрттӑн кавар тума хӗтӗртнӗ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — ҫавӑн чухне мӗншӗн эсир мана хӗрхенмерӗр, мӗншӗн ҫавна мана уҫса памарӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Саул тарҫисемпе пӗрле тӑракан Идумея ҫынни Доик ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ Иессей ывӑлӗ Номва хулине Ахитув ывӑлӗ Ахимелех патне килнине куртӑм,</verse>
				<verse number="10">лешӗ уншӑн Ҫӳлхуҫана тархасларӗ, ӑна апат-ҫимӗҫ те, Голиаф филистимӑн хӗҫне те пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Патша вара Ахимелеха — Ахитув ывӑлне, священника — тата унӑн ашшӗн пӗтӗм кил-йышне, Номвӑри священниксене, чӗнтерсе килме ҫын янӑ; вӗсем пурте патша патне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="12">Саул: итле-ха, Ахитув ывӑлӗ, тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: эпӗ кунтах, хуҫамӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Саул ӑна каланӑ: эсир, Иессей ывӑлӗпе иксӗр, мӗншӗн мана хирӗҫ каварлашнӑ, мӗншӗн эсӗ ӑна ҫӑкӑр тата хӗҫ панӑ, уншӑн Турра тархасланӑ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — вӑл мана хирӗҫ тӑтӑр, вӑрттӑн кавар тутӑр терӗн-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ахимелех патшана хуравласа каланӑ: мӗнпур чуру хушшинче Давид пек шанчӑклӑ ҫын кам пур-ха тата? вӑл — патша кӗрӳшӗ те, эсӗ хушнине пурӑнӑҫа килтерекенӗ те, ӑна сан кил-йышу та хисеплет.</verse>
				<verse number="15">Уншӑн эпӗ халӗ ҫеҫ Турра тархаслама пуҫланӑ-и вара? Ҫук, патшамӑм, хӑвӑн чуруна тата ман аттемӗн кил-йышне ан айӑпла: ку ӗҫ ҫинчен санӑн чуру нимӗн те пӗлмест, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Патша каланӑ: санӑн вилмелле пулать, Ахимелех, санӑн та, аҫун пӗтӗм кил-йышӗн те вилмелле пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Саул хӑйпе юнашар тӑракан сыхлавҫисене ҫапла каланӑ: кайӑр та Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерсе тухӑр — вӗсем те Давидпа пӗр сӑмахлӑ, вӗсем те, вӑл тарнине пӗлсе тӑрсах, мана нимӗн те каламан, тенӗ. Анчах патша тарҫисем Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерме алӑ ҫӗклесшӗн пулман.</verse>
				<verse number="18">Вара патша Доика каланӑ: эсӗ кай, священниксене эсӗ вӗлерсе тух, тенӗ. Идумея ҫынни Доик кайнӑ та священниксене тапӑннӑ, йӗтӗн ефод тӑхӑнса ҫӳрекенскерсене ҫав кун сакӑрвун пилӗк ара вӗлерса тухнӑ;</verse>
				<verse number="19">Номвӑна та, священниксен хулине, хӗҫпе аркатса тӑкнӑ; арҫынсемпе хӗрарӑмсене, яш ачасемпе пӗчӗк ачасене, вӑкӑрне, ашакне, сурӑхне — пӗтӗмпе хӗҫпе касса тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ахитув ывӑлӗн Ахимелехӑн пӗр ывӑлӗ ҫеҫ, Авиафар ятлӑскер, хӑтӑлса юлнӑ, вӑл Давид патне тарса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="21">Авиафар Давида ӗнтӗ Саул Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерни ҫинчен каласа панӑ.</verse>
				<verse number="22">Давид Авиафара каланӑ: ҫав кун, Идумея ҫынни Доик унта пулнӑ кун, вӑл Саула евитлессе пӗлтӗм эпӗ; санӑн аҫу килӗнчи пур чуншӑн та эпӗ айӑплӑ;</verse>
				<verse number="23">юл ман патӑмра, ан хӑра: манӑн чуна шыракан санӑн чунна та шырӗ; эсӗ ман патӑмра сыхлӑхра пулӑн, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Давида ҫапла тесе хыпарланӑ: акӑ филистимсем Кеиле тапӑннӑ та анкартисене ҫаратаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Давид ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: каймалла-и манӑн, ҫав филистимсене ҫӗнтерейӗп-и эпӗ? тенӗ. Ҫӳлхуҫа Давида хуравланӑ: кай, эсӗ филистимсене ҫӗнтерӗн те Кеиле хӑтарӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах Давидпа пӗрле пулнисем ӑна каланӑ: эпир кунта Иудейӑра та хӑратпӑр, Филисти ҫарӗсене хирӗҫ Кеиле мӗнле каяс-ха пирӗн? [эпир филистимсен тыткӑнне лекӗпӗр,] тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Давид каллех Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна хуравласа каланӑ: тӑр та Кеиле кай — Эпӗ филистимсене санӑн аллуна парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид хӑйӗн ҫыннисемпе Кеиле кайнӑ, филистимсемпе ҫапӑҫнӑ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа тухнӑ, вӗсене вӑйлӑ аркатнӑ, ҫапла вара Давид Кеильре пурӑнакансене ҫӑлса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="6">Авиафар, Ахимелех ывӑлӗ, Давид патне тарса [унпа пӗрле] Кеиле кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле ефодне те илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Саула ӗнтӗ Давид Кеиле ҫитни ҫинчен хыпар ҫитернӗ, Саул вара каланӑ: Турӑ ӑна манӑн аллӑма пачӗ: хапхаллӑ та ҫӑраллӑ-сӑлӑплӑ хулана кӗрсе, вӑл хӑйне хӑй питӗрсе лартрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара Саул пӗтӗм халӑха вӑрҫӑ вӑрҫма — Кеиле кайма, Давидпа унӑн ҫыннисене хупӑрласа илме — пуҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="9">Саул усал ӗҫ шухӑшласа хунине пӗлсессӗн, Давид Авиафар священника каланӑ: [Ҫӳлхуҫа] ефодне илсе кил, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Давид вара ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Санӑн чуру илтрӗ ӗнтӗ: Саул мана пула Кеиле ҫитме, хулана аркатса-тустарса тухма хатӗрленет.</verse>
				<verse number="11">Кеиль ҫыннисем мана унӑн аллине тыттарса яраҫҫӗ-и? Санӑн чуру илтнӗ пек, Саул кунта килет-и? Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Хӑвӑн чуруна уҫҫӑн пӗлтерсемччӗ! тенӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна: килет, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Давид тата каланӑ: Кеиль ҫыннисем мана тата манӑн ҫыннӑмсене Саул аллине тыттарса яраҫҫӗ-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа: тыттарса яраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара Давидпа унӑн ҫыннисем, ултҫӗр ҫынна яхӑн, хускалнӑ та Кеильрен тухса кайнӑ, ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ҫӳренӗ. Саула ӗнтӗ Давид Кеильрен тухса тарни ҫинчен пӗлтернӗ те, вӑл унта кайман та.</verse>
				<verse number="14">Давид вара пушхирте ҫын ҫӳремен вырӑнта, каярах Зиф пушхирӗнчи ту ҫинче пытанса пурӑннӑ. Саул ӑна кашни кун шыранӑ; анчах Турӑ Давида унӑн аллине паман.</verse>
				<verse number="15">Давид хӑйӗн чунне Саул епле шыранине курнӑ; Давид Зиф пушхирӗнчи вӑрманта пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Ионафан ӗнтӗ, Саул ывӑлӗ, Давид патне вӑрмана пынӑ, хӑйӗн тусне: «Ҫӳлхуҫана шан» тесе, вӑй-хал кӳнӗ,</verse>
				<verse number="17">ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра, Саул аттем сана шыраса тупаймӗ, эсӗ Израиль патши пулӑн, эпӗ сан хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ пулӑп; Саул аттем те ҫакна пӗлсе тӑрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйсем хушшинче килӗшӳ тунӑ; Давид вӑрманта юлнӑ, Ионафан хӑйӗн килне кайнӑ.</verse>
				<verse number="19">Зиф ҫыннисем Саул патне Гива хулине пынӑ та каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, ҫын ҫӳремен вырӑнта, вӑрманта, Иесимонран сылтӑмарах ларакан Гахил сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать;</verse>
				<verse number="20">эппин, кӑмӑлу пулсассӑн, патша, кай ҫавӑнта; пирӗн тивӗҫ ӑна патша аллине тытса парасси пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Саул вӗсене каланӑ: мана хӗрхеннӗшӗн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗх парӗ;</verse>
				<verse number="22">кайӑр, тӗплӗнрех тӗрӗслесе пӑхӑр, унӑн ҫулне-йӗрне, ури ярса пуснӑ вырӑна тӗпчӗр, ӑна ҫавӑнта курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр — мана вӑл питех те чее пулни ҫинчен калаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="23">вӑл пытанса пурӑнакан пӗтӗм хӳтлӗх вырӑна сӑнаса тӑрӑр, ман патӑма тӗрӗс хыпарпа килӗр, вара эпӗ сирӗнпе пӗрле кайӑп; вӑл ҫакӑ ҫӗр ҫинчех пулсассӑн, эпӗ ӑна Иуда ҫӗрӗнчи пин-пин ҫын хушшинче шыраса тухӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Лешӗсем вара Зиф хулине Саултан маларах тухса кайнӑ. Давидпа унӑн ҫыннисем Иесимонран сылтӑмарах, Маон пушхирӗнче тӳремлӗхре, тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Саул хӑйӗн ҫыннисемпе ӑна шырама кайнӑ. Анчах Давида ҫакӑн ҫинчен пӗлтернӗ те, вӑл вара, чул ту енне куҫса, Маон пушхирӗнчех юлнӑ. Саул ҫавна илтнӗ те Давид хыҫҫӑн Маон пушхирне васканӑ.</verse>
				<verse number="26">Саул тӑвӑн пӗр енӗпе пынӑ, Давид хӑйӗн ҫыннисемпе тӑвӑн тепӗр енче пулнӑ. Давид Саулран аяккарах кайма васканӑ чухне, Саул хӑйӗн ҫыннисемпе ҫавра ҫулпа кайса, Давидпа унӑн ҫыннисен ҫулне пӳлсе вӗсене ярса тытасшӑн ҫӳренӗ чухне</verse>
				<verse number="27">Саул патне хыпарҫӑ ҫитнӗ те каланӑ: васкасах каялла таврӑн: филистимсем пирӗн ҫӗр ҫине тапӑнчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Давида йӗрлеме пӑрахса, Саул каялла ҫаврӑннӑ та филистимсене хирӗҫ кайнӑ; ҫавӑнпа ҫак вырӑна Села-Гаммахлекоф тесе ят панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Давид унтан кайнӑ та Ен-Гадди теекен ҫӗрте сыхӑ вырӑнта пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Саул филистимсем патӗнчен таврӑнсассӑн, ӑна ҫапла каласа хыпарланӑ: Давид Ен-Гадди пушхирӗнче ҫӳрет, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Саул Израильри чи паттӑр арсенчен виҫӗ пин ҫын суйласа илнӗ те ту качакисем пурӑнакан сӑрт-ту тӑрӑх Давидпа унӑн ҫыннисене шырама кайнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем ҫул хӗрринчи сурӑх карти патне пырса тухнӑ; унта ҫӗр хӑвӑлӗ пулнӑ, Саул унта тула тухма кӗнӗ; Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫӗр хӑвӑлӗнче шаларах ларнӑ.</verse>
				<verse number="5">Давида унӑн ҫыннисем каланӑ: Ҫӳлхуҫа сана: «Эпӗ санӑн тӑшманна сан аллуна парӑп, эсӗ ӑна мӗн тӑвас тенине тӑвӑн» тесе каланӑччӗ, акӑ ҫав кун ҫитрӗ, тенӗ. Давид тӑнӑ та шӑппӑн кӑна Саулӑн ҫиелти тумтирӗн аркине касса илнӗ.</verse>
				<verse number="6">Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн хӑй Саул тумтирӗн аркине касса илнишӗн Давидӑн чӗри ыратса кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: хамӑн хуҫамӑм ҫине, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине, алӑ хума Ҫӳлхуҫа мана ирӗк ан патӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл — Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫак сӑмахпа Давид хӑйӗн ҫыннисене тытса чарнӑ, вӗсене Саула тапӑнма паман. Саул ӗнтӗ ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухнӑ та хӑй ҫулӗпе кайнӑ.</verse>
				<verse number="9">Давид та ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухнӑ, вӑл Саул хыҫҫӑн: хуҫамӑм, патшамӑм! тесе кӑшкӑрнӑ. Саул каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ, Давид [ӑна] ҫӗр ҫине ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вара Давид Саула каланӑ: мӗншӗн эсӗ «Давид сана хирӗҫ усал ӗҫ тӑвасшӑн» теекен ҫынсен сӑмахне итлетӗн?</verse>
				<verse number="11">Акӑ паян хӑвӑн куҫупа хӑвах куртӑн, Ҫӳлхуҫа сана ҫӗр хӑвӑлӗнче манӑн аллӑма пачӗ; сана вӗлерме сӗнекенсем те пулчӗҫ; анчах эпӗ сана хӗрхентӗм те: «хамӑн хуҫамӑм ҫине аллӑма ҫӗклеместӗп, вӑл — Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын» терӗм.</verse>
				<verse number="12">Аттеҫӗм! манӑн аллӑмри тумтирӳн арки вӗҫне пӑх-ха; эпӗ сан тумтирӳн аркине касса илтӗм, хӑвна вӗлермерӗм; пӗлсе-ӗненсе тӑр: манра усаллӑх та, каварлӑх та ҫук; эпӗ, сана хирӗҫле ӗҫ туса, ҫылӑха кӗмен; эсӗ вара манӑн чунӑма шыратӑн, эсӗ ӑна пӗтересшӗн.</verse>
				<verse number="13">Ӗнтӗ санпа ман хушшӑмӑрти ӗҫсене Ҫӳлхуҫа татса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана маншӑн тавӑртӑр; анчах та манӑн аллӑм сана тӗкӗнес ҫук;</verse>
				<verse number="14">авалхи каларӑш: «йӗркесӗр ҫынран йӗркесӗр ӗҫ ҫуралать» тет. Манӑн аллӑм вара сана тӗкӗнес ҫук.</verse>
				<verse number="15">Кама хирӗҫ тухрӗ-ха Израиль патши? Кам хыҫҫӑн хӑвалатӑн эсӗ? Вилӗ йытӑ хыҫҫӑн, ниме тӑман чӗрчун, пӑрҫа, хыҫҫӑн.</verse>
				<verse number="16">Сут тӑваканни Ҫӳлхуҫа пултӑр, санпа ман хушшӑмӑрти тавӑҫа татса патӑр. Вӑл манӑн ӗҫе тӗпчесе-тишкерсе тухӗ те мана санӑн аллунтан хӑтарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Давид ҫак сӑмахсене Саула каласа пӗтерсессӗн, Саул каланӑ: санӑн сассу-и ку, Давид ывӑлӑм? тенӗ. Вара Саул кӑшкӑрсах йӗрсе янӑ,</verse>
				<verse number="18">ӗнтӗ Давида ҫапла каланӑ: эсӗ манран тӳрӗрех — эсӗ мана ырӑпа тавӑртӑн, эпӗ сана усалпа тавӑртӑм;</verse>
				<verse number="19">мана ырӑ туса, ҫакна эсӗ паян кӑтартса патӑн: Ҫӳлхуҫа мана хӑвӑн аллуна панӑ хыҫҫӑн та мана вӗлермерӗн.</verse>
				<verse number="20">Хӑйӗн тӑшманне шыраса тупнӑ хыҫҫӑн кам-ха ӑна ырӑ ҫула кӑларса ятӑр? Паян маншӑн тунӑ ӗҫшӗн Ҫӳлхуҫа сана ырӑлӑх парӗ.</verse>
				<verse number="21">Халӗ ӗнтӗ эпӗ пӗлсех тӑратӑп: эсӗ патша пулатӑн, Израиль патшалӑхӗ санӑн аллунта ҫирӗп тӑрӗ.</verse>
				<verse number="22">Эппин, эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн манӑн тӑхӑмсене тӗп тумастӑп тесе, аттем килӗнче манӑн ятӑма пӗтерместӗп тесе, Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Давид Саула тупа тунӑ. Саул хӑйӗн килне кайнӑ, Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫирӗплетнӗ хӳтлӗх вырӑна хӑпарнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Ӗнтӗ Самуил вилнӗ; мӗнпур Израиль халӑхӗ пухӑннӑ та уншӑн хӳхленӗ, ӑна хӑйӗн килӗнче, Рамӑра, пытарнӑ. Давид вара Фаран пушхирне аннӑ.</verse>
				<verse number="2">Маон хулинче пӗр ҫын пурӑннӑ, унӑн ят ҫӗрӗ, пурлӑхӗ Кармилта пулнӑ, вӑл питӗ пуян пулнӑ; вӑл виҫӗ пин пуҫ сурӑх, пин пуҫ качака тытнӑ; сурӑх ҫӑмӗ каснӑ чухне вӑл Кармилта пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫав ҫынна Навал тесе чӗннӗ, унӑн арӑмне Авигея тесе чӗннӗ; ҫак хӗрарӑм питӗ ӑслӑ та хитре сӑн-питлӗ пулнӑ, упӑшки вара хаяр та усал кӑмӑллӑ пулнӑ; вӑл Халев йӑхӗнчен пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Пушхирте тӑракан Давид ӗнтӗ Навал [Кармилта] сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтнӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр</verse>
				<verse number="6">тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр;</verse>
				<verse number="7">эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ;</verse>
				<verse number="8">тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ Давид ҫыннисем тухса кайса Навал патне ҫитнӗ те ӑна Давид сӑмахӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ та шӑпланнӑ.</verse>
				<verse number="10">Навал [сиксе тӑнӑ та] Давид тарҫисене ҫапла хуравласа каланӑ: Давид кам-ха вӑл? Иессей ывӑлӗ кам-ха тата? хальхаҫҫӑн хӑйсен хуҫинчен тарса ҫӳрекен чурасем нумайланса кайрӗҫ;</verse>
				<verse number="11">эпӗ ку ҫынсем ӑҫтан килнине те пӗлместӗп, манӑн вара хамӑн ҫӑкӑра, хамӑн шыва, [хамӑн эрехе] тата сурӑх ҫӑмӗ илекенсем валли хатӗрлесе хунӑ аш-какая ҫак ҫынсене парас-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Давид ҫыннисем вара хӑйсен ҫулӗпе каялла кайнӑ, ҫаврӑнса ҫитнӗ те ҫак сӑмахсене йӑлтах Давида каласа панӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн чухне Давид хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: кашнийӗ пилӗкрен хӗҫӗре ҫакса ярӑр, тенӗ. Пурте пилӗкрен хӗҫне ҫакса янӑ, Давид хӑй те хӗҫ ҫакса янӑ, вара Давид хыҫҫӑн тӑватҫӗр ҫынна яхӑн тухса кайнӑ, икҫӗр ҫынни лавсемпе юлнӑ.</verse>
				<verse number="14">Авигейӑна, Навал арӑмне, пӗр тарҫи ҫапла пӗлтернӗ: Давид пирӗн хуҫана сывлӑх сунма пушхиртен хӑйӗн ҫыннисене янӑ, анчах хуҫа вӗсемпе питӗ тӳрккес калаҫрӗ;</verse>
				<verse number="15">ҫав ҫынсем пире ырӑ ҫеҫ турӗҫ, вӗсем пире кӳрентермен, вӗсемпе пӗрле хирте ҫӳренӗ чухне пирӗн нимӗн те ҫухалман;</verse>
				<verse number="16">эпир вӗсен ҫывӑхӗнче кӗтӳ кӗтсе ҫӳренӗ чухне вӗсем пирӗншӗн ир те, каҫ та шанчӑклӑ хӳтлӗх пулчӗҫ;</verse>
				<verse number="17">апла мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх: пирӗн хуҫана, унӑн пӗтӗм кил-йышне пурпӗрех инкек кӗтет, вӑл вара — усал ҫын, унпа калаҫма та ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑн хыҫҫӑн Авигея васкаварлӑн икҫӗр ҫӑкӑр, икӗ такмак эрех, пӗҫерсе-хатӗрлесе хунӑ пилӗк сурӑх ашӗ, пилӗк виҫе типӗтнӗ тӗш тырӑ, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм ҫырли тата икҫӗр ҫыхӑ смоква ҫырли илнӗ те ҫакна ашаксем ҫине тиесе хунӑ;</verse>
				<verse number="19">вара тарҫисене ҫапла каланӑ: эсир ман умран утӑр, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пырӑп, тенӗ. Хӑйӗн упӑшкине Навала вӑл нимӗн те каламан.</verse>
				<verse number="20">Вӑл, ашак ҫинче ларса, ту кукӑрӗсемпе аннӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ Давидпа унӑн ҫыннисем килеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Давид каланӑ: ҫапла ҫав, ку ҫын пурлӑхне пушхирте кӑлӑхах сыхларӑм эпӗ, унӑн пурлӑхӗнчен нимӗн те ҫухалмарӗ; вӑл вара мана ырӑшӑн усалпа тавӑрать;</verse>
				<verse number="22">тул ҫутӑличчен эпӗ Навал кил-йышӗнчи хӳме ҫумне шӑракансенчен пӗрне те пулин чӗрӗ хӑварас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Давида курсассӑн, Авигея васкасах ашак ҫинчен аннӑ та Давид умне ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ;</verse>
				<verse number="24">унӑн ури умне ӳксе ҫапла каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; хӑвӑн хӑрхӑмна хӑвна калама ирӗк парсамччӗ, хӑрхӑмун сӑмахӗсене итлесемччӗ.</verse>
				<verse number="25">Хуҫамӑм ҫав усал ҫын ҫине, Навал ҫине, ан пӑхтӑр: унӑн ячӗ мӗнле, хӑй те ҫавӑн евӗрлех. Вӑл Навал ятлӑ, ӑссӑрлӑхӗ те хӑйпе пӗрлех ӗнтӗ. Эпӗ вара, санӑн хӑрхӑму, хуҫамӑн тарҫисене, эсӗ янӑскерсене, курмарӑм.</verse>
				<verse number="26">Хуҫамӑм, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! Ҫӳлхуҫа сана паян юн юхтарма ирӗк памӗ, санӑн аллуна тавӑрас шухӑшран тытса чарӗ; ӗнтӗ халӗ санӑн тӑшманусем, манӑн хуҫамӑма хирӗҫ усал ӗҫ тӑвас теекенсем, Навал пек пулччӑр.</verse>
				<verse number="27">Хуҫамӑма ӗҫлесе тӑракан тарҫисене памашкӑн санӑн хӑрхӑму хуҫамӑм патне акӑ ҫак парнесене илсе килчӗ.</verse>
				<verse number="28">Хӑрхӑмун айӑпне каҫарсам; Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫамӑн килне ҫирӗплетӗ, мӗншӗн тесессӗн хуҫамӑм Ҫӳлхуҫа вӑрҫинче кӗрешет, пӗтӗм пурӑнӑҫу тӑршшӗнче те санра усаллӑх тупӑнмӗ.</verse>
				<verse number="29">Эхер те пӗр-пӗр ҫын сана йӗрлеме е санӑн чунна шырама пикенсессӗн, манӑн хуҫамӑн чунӗ Ҫӳлхуҫа Турру аллинчи пурӑнӑҫ тӗввипе ҫыхӑнӗ, тӑшманусен чунне вара Вӑл чулравпа пенӗ пек ывӑтса ярӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫамӑм ҫинчен мӗн ырӑ каланине йӑлтах туса ҫитерсессӗн, сана Израиль ҫулпуҫне лартсассӑн,</verse>
				<verse number="31">санӑн ҫакӑнта ахалех юн тӑкнӑшӑн, хӑвна тавӑруран тытса чарманшӑн пӑшӑрханмалла, ӳкӗнмелле пулмӗ. Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫама ырӑлӑх кӳрӗ, вара хӑвӑн хӑрхӑмна аса илӗн [те ӑна ырӑ тӑвӑн], тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Давид Авигейӑна каланӑ: сана паян ман патӑма янӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ;</verse>
				<verse number="33">санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ, эсӗ ху та пиллӗхлӗ: эсӗ мана паян юн тӑкма, хамшӑн тавӑрма памарӑн.</verse>
				<verse number="34">Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ чӗрӗ, мана Вӑл сана усал тӑвасран тытса чарчӗ, эхер те эсӗ ман патӑма васкаса килмен пулсассӑн, эпӗ тул ҫутӑличчен Навал кил-йышӗнчи пӗр арҫыннине те чӗрӗ хӑвармастӑмччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Давид вара ун аллинчен вӑл илсе килнӗ апат-ҫимӗҫе илнӗ те ҫапла каланӑ: ӗнтӗ килне ыррӑн-сыввӑн кай; акӑ эпӗ сана итлерӗм, ӗнтӗ эсӗ мӗн ыйтнине тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Авигея Навал патне ҫитнӗ, акӑ унӑн ҫуртӗнче, патша килӗнчи пек, ӗҫкӗ-ҫикӗ пынӑ: Навал чун-чӗри те хавасланнӑ-мӗн; вӑл хӑй питӗ ӳсӗр пулнӑ; арӑмӗ ӑна мӗн ирчченех пӗр сӑмах та каламан, ун пек те, кун пек те каламан.</verse>
				<verse number="37">Ирхине, Навал урӑлса ҫитсессӗн, арӑмӗ ӑна мӗн курни-илтнине каласа панӑ, ӗнтӗ Навалӑн чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулнӑ, Навал чул пек хытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="38">Тепӗр вунӑ кунран Ҫӳлхуҫа Навала хускалаймиех тунӑ, лешӗ вилсе выртнӑ.</verse>
				<verse number="39">Давид Навал вилнине илтнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл Навала мана намӑс кӑтартнӑшӑн тавӑрчӗ тата Хӑйӗн чурине усал ӗҫ тӑвасран ҫӑлса хӑварчӗ; Ҫӳлхуҫа Навалӑн ҫиллине Навал пуҫӗ ҫинех ячӗ, тенӗ. Давид вара хӑй Авигейӑна качча илетӗп тесе пӗлтерме ун патне ҫын янӑ.</verse>
				<verse number="40">Давид тарҫисем Авигея патне Кармила ҫитнӗ те ӑна ҫапла каланӑ: Давид пире сана качча илесси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Авигея вара ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та: акӑ эпӗ санӑн хӑрхӑму пулма, хуҫамӑн тарҫисен урине ҫуса тӑма хатӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Авигея васкасах пуҫтарӑннӑ та ашак ҫине ларнӑ, унпа пӗрле пилӗк тарҫи пынӑ; вӑл Давид ҫыннисем хыҫҫӑн кайнӑ, ҫапла Давид арӑмӗ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="43">Давид тата Изреельри Ахиноамӑна качча илнӗ, вӗсем иккӗшӗ те унӑн арӑмӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="44">Саул вара хӑйӗн хӗрне Мелхолӑна, Давид арӑмне, Галлимра пурӑнакан Лаиш ывӑлне Фалтие качча панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Саул патне Гивӑна [кӑнтӑр енчен] зифейсем ҫитнӗ те каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, Иесимонран сылтӑмарах, Гахила сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Саул тӳрех хускалнӑ та, Давида Зиф пушхирӗнче шырамашкӑн хӑйпе пӗрле израильсен чи паттӑр виҫӗ пин арне илсе, Зиф пушхирне аннӑ.</verse>
				<verse number="3">Саул Иесимонран сылтӑмарах, Гахила сӑрчӗ ҫинче, ҫул хӗрринче, чарӑнса тӑнӑ; Давид ун чухне пушхирте пулнӑ, вӑл хӑй хыҫҫӑн ҫак пушхире Саул ҫитнине асӑрханӑ;</verse>
				<verse number="4">Давид йӗрлевҫӗсем янӑ та Саул чӑнах та [Кеильрен] килнине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид [вӑрттӑн] тухса кайнӑ та Саул тапӑрӑн ларса тухнӑ вырӑна ҫитнӗ, вӑл Саул ӑҫта ҫывӑрнине те, Авенир — Нир ывӑлӗ, Саул ҫарпуҫӗ — ӑҫта ҫывӑрнине те курнӑ. Саул чатӑрта ҫывӑрнӑ, халӑх ун тавра вырӑнаҫса тухнӑ.</verse>
				<verse number="6">Давид хет ҫыннине Ахимелеха тата Авессана — Саруия ывӑлне, Иоав пӗртӑванне — ҫапла каланӑ: Саул тапӑрне кам манпа пӗрле пырать? тенӗ. Авесса: санпа эпӗ пыратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Давид Авессапа пӗрле Саул ҫыннисем патне ҫӗрле ҫитнӗ; акӑ Саул чатӑрта ҫывӑрать, сӑннине хӑй пуҫелӗкӗ ҫумне тӑрӑнтарнӑ; Авенир тата халӑх ун йӗри-тавра выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Авесса Давида каланӑ: паян Турӑ хӑвӑн тӑшманна санӑн аллуна пачӗ; эппин, ирӗк парсам, эпӗ ӑна сӑннӑмпа пӗрре чиксех ҫӗр ҫумне пӑталаса лартӑп, иккӗмӗш хут чикмелле пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Анчах Давид Авессана каланӑ: ан вӗлер ӑна: Турӑ ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ ҫӗклекене хӑҫан хаса паманни пур? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Давид тата каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! ӑна Ҫӳлхуҫа тӗп тутӑр е, кунӗ ҫитсессӗн, хӑех вилӗ, е вӑрҫа кайса пӗтӗ; мана вара Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ ҫӗклеме ирӗк ан патӑрах;</verse>
				<verse number="11">унӑн пуҫелӗкӗ тӗлӗнчи сӑннине тата шыв савӑтне ил те, хамӑр патӑмӑра кайӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Давид Саулӑн пуҫелӗкӗ тӗлӗнче тӑнӑ сӑннипе шыв савӑтне илнӗ те, вӗсем хӑйсем патне кайнӑ; ҫавна никам та курман, никам та пӗлмен, никам та вӑранман, пурте ҫывӑрнӑ: Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине йывӑр ыйхӑ янӑ.</verse>
				<verse number="13">Давид тепӗр енне каҫнӑ та аякри ту тӑррине тӑнӑ; вӗсен хушши чылаях пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Давид халӑха тата Авенира, Нир ывӑлне, кӑшкӑрса чӗнсе каланӑ: итле-ха, Авенир, тенӗ. Лешӗ: кам эсӗ, мӗн кӑшкӑратӑн, мӗн-ма патшана кансӗрлетӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Давид ӗнтӗ Авенира ҫапла каланӑ: ар мар-им эсӗ, Израильре санпа кам танлашма пултарайӗ? Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн хуҫуна, патшана, упрамастӑн? авӑ унта пӗри патшана, санӑн хуҫуна, вӗлерме пырса кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Лайӑх мар тӑватӑн эсӗ; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! хӑвӑр хуҫӑра, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫынна, упраманшӑн эсир вилӗме тивӗҫлӗ. Пӑхса ил-ха, патшан хӑйӗн пуҫелӗкӗ патӗнче пулнӑ сӑнни тата шыв савӑчӗ ӑҫта? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Саул Давид сассине палласа илнӗ те: санӑн сассу-и ку, Давид ывӑлӑм? тенӗ. Давид каланӑ: манӑн сасӑ ҫав, хуҫамӑм, патшамӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл тата каланӑ: хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗншӗн йӗрлесе ҫӳрет-ши? мӗн турӑм эпӗ? мӗнле усал ӗҫ пур-ши ман аллӑмра?</verse>
				<verse number="19">Патша хуҫамӑм халӗ хӑйӗн чури каланине вӗҫне ҫитиччен итлинччӗ: эхер те сана Ҫӳлхуҫа мана хирӗҫ тӑратрӗ пулсассӑн, ку вӑл эсӗ кӳрекен ырӑ шӑршӑллӑ парне вырӑнне пултӑр; эхер те ҫынсен ывӑлӗсем хӗтӗртрӗҫ пулсассӑн, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хушшинче пурӑнма памарӗҫ, ҫӗршывран хӑваласа ячӗҫ: «кай, урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑн» терӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Анчах Ҫӳлхуҫа умӗнче манӑн юн ҫӗр ҫине тӑкӑнас ҫук: Израиль патши ӗнтӗ, тусем тӑрӑх хир чӑххине хӑваланӑ пек, ниме тӑман пӗр чӗрчуна, пӑрҫана, шырама тухнӑ.</verse>
				<verse number="21">Саул вара ҫапла каланӑ: ҫылӑха кӗтӗм эпӗ; таврӑн, Давид ывӑлӑм, текех усал сунмӑп сана: эсӗ паян та манӑн чунӑма тивмерӗн, саншӑн вӑл питех те хаклӑ пулчӗ; ӑссӑрла хӑтлантӑм эпӗ, питӗ нумай ҫылӑх турӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Давид ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ патша сӑнни — пӗр тарҫи килтӗр те илсе кайтӑр;</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа пире иксӗмӗре тӳрӗлӗхӗмӗре те чӑнлӑхӑмӑра кура тавӑрса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана манӑн алла пачӗ, анчах эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗскерӗ ҫине алӑ ҫӗклесшӗн пулмарӑм;</verse>
				<verse number="24">паян санӑн пурӑнӑҫу маншӑн мӗн тери хаклӑ пулнӑ пек, манӑн пурӑнӑҫӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫавӑн пек хаклӑ пултӑрччӗ, [Вӑл мана хӳтӗлетӗрччӗ,] мана тӗрлӗ инкек-синкекрен хӑтартӑрччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Саул Давида каланӑ: пиллӗхлӗ эсӗ, Давид ывӑлӑм; ӗҫне те тӑватӑн, ҫӗнтерме те ҫӗнтеретӗн, тенӗ. Давид вара хӑйӗн ҫулӗпе кайнӑ, Саул хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Давид вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хӑҫан та пулин эпӗ Саул аллине лекетӗпех ӗнтӗ, маншӑн филистимсен ҫӗрне тарса хӑтӑлассинчен лайӑххи нимӗн те ҫук; вара Саул манран хӑпӗ, малашне мана пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх шыраса ҫӳремӗ, эпӗ те унран хӑтӑлӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Вара Давид, хӑйпе пӗрле пулнӑ ултҫӗр ара илсе, Анхус патне — Маох ывӑлӗ, Геф патши патне — кайнӑ.</verse>
				<verse number="3">Давидпа унӑн ҫыннисем кашнийӗ хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Анхус патӗнче Гефра пурӑннӑ, Давидпа пӗрле унӑн икӗ арӑмӗ — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ — пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Давид Гефа тарса кайни ҫинчен Саул патне хыпар ҫитернӗ, анчах Саул ӑна текех шыраман.</verse>
				<verse number="5">Давид Анхуса ҫапла каланӑ: санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, мана пӗр пӗчӗк хулара вырӑн паринччӗҫ те, эпӗ ҫавӑнта пурӑнӑттӑм; мӗншӗн-ха санӑн чурун санпа пӗрле патша хулинче пурӑнмалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Анхус вара ӑна Секелаг хулине панӑ; ҫавӑнпа Секелаг халичченех Иудея патшисен хули шутланать.</verse>
				<verse number="7">Давид Филисти ҫӗршывӗнче пурӗ ҫулталӑк та тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Давидпа унӑн ҫыннисем тахҫантанпах ҫак ҫӗршывра Сур пушхирӗпе Египет хутлӑхӗнче пурӑнакан Гессур, Гизрий, Амалик халӑхӗсене тапӑннӑ.</verse>
				<verse number="9">Давид ҫак ҫӗршыва тустарсах тӑнӑ, арҫыннине те, хӗрарӑмне те чӗррӗн хӑварман, сурӑхне те, вӑкӑрне те, ашакне те, тӗвине те, тумтирне те пӗтӗмпе турта-турта илнӗ; каялла таврӑннӑ, Анхус патне пыра-пыра кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Анхус Давида: кама тапӑнтӑр-ха паян? тенӗ. Давид каланӑ: кӑнтӑрти Иудея ҫӗршывне, кӑнтӑрти Иерахмеел ҫӗршывне тата кӑнтӑрти Кеней ҫӗршывне, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Давид пӗр арҫынна та, пӗр хӗрарӑма та чӗррӗн хӑварман, вӗсене Гефа та илсе пыман, вӑл ҫапла шутланӑ: вӗсем пирӗн ҫинчен: «Давид ҫапла хӑтланчӗ, вӑл Филисти ҫӗршывӗнче пурӑннӑ чухне хӑйне ҫапла тыткаларӗ» тесе евит тума пултараҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Анхус вара, Давида ӗненсе, ҫапла шухӑшланӑ: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Израиль халӑхне йӗрӗнтерсе ҫитернӗ, малашне ӗмӗрлӗхех манӑн тарҫӑ пулӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра филистимсем Израиле хирӗҫ ҫапӑҫма ҫар пухнӑ. Анхус Давида каланӑ: пӗлсех тӑр, эсӗ ху та, санӑн ҫыннусем те манӑн ҫарпа пӗрле пыратӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Давид Анхуса каланӑ: эсӗ халӗ хӑвӑн чуру мӗн тӑвассине курӑн, тенӗ. Анхус Давида каланӑ: ҫавӑншӑн эпӗ сана яланлӑхах хамӑн сыхлавҫӑ тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ Самуил вилнӗ, уншӑн пӗтӗм Израиль хурланса хӳхленӗ, ӑна Рамӑра, хӑйӗн хулинче, пытарнӑ. Саул вара ҫӗршывран пӗтӗм асамҫӑсемпе юмӑҫсене хӑваласа кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="4">Филистимсем пуҫтарӑннӑ та тапранса тухса кайнӑ, Сонам хулинче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ; Саул та пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарнӑ, вӗсем Гелвуй сӑрчӗ ҫинче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Саул филистимсен тапӑрне курнӑ та хӑраса кайнӑ, ӗнтӗ чӗри те шуйханса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="6">Саул Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ; анчах Ҫӳлхуҫа ӑна тӗлӗкре те, урим урлӑ та, пророксем урлӑ та хуравламан.</verse>
				<verse number="7">Саул вара хӑйӗн тарҫисене каланӑ: мана ӑрӑмҫӑ тупса парӑр-ха, эпӗ ҫавӑн патне кайса ыйтӑп, тенӗ. Тарҫисем ҫапла хуравланӑ: кунта, Аэндорта, ӑрӑмҫӑ хӗрарӑм пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Саул ӗнтӗ хӑйӗн тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑннӑ, хӑйпе пӗрле икӗ ҫын илсе ҫула тухнӑ та хӗрарӑм патне вӗсем ҫӗрле пырса ҫитнӗ. Саул ӑна: юмласа парсам мана, эпӗ кампа та пулин калаҫасшӑн пулӑп, эсӗ мана ҫавна кӑларса пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Анчах хӗрарӑм ӑна ҫапла хуравланӑ: эсӗ Саул мӗн тунине, вӑл асамҫӑсемпе юмӑҫсене ҫӗршывран хӑваласа кӑларса янине пӗлетӗн-и? мӗншӗн-ха эсӗ мана пӗтермешкӗн чунӑма серепене ҫаклатасшӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Саул ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! ҫак ӗҫшӗн сана инкек пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара хӗрарӑм: кама кӑларса памалла сана? тенӗ. Вӑл: Самуила кӑларса пар мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Хӗрарӑм Самуила курнӑ та кӑшкӑрсах янӑ; вара хӗрарӑм Саула: эсӗ мана мӗншӗн улталарӑн? эсӗ — Саул-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Патша ӑна: ан хӑра; [кала-ха,] эсӗ мӗн куратӑн? тенӗ. Хӗрарӑм хуравласа каланӑ: ҫӗр ӑшӗнчен тухакан турӑ евӗрлӗскерне куратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Сӑнӗпе мӗнлерех вӑл? ыйтнӑ унран Саул. Лешӗ каланӑ: ватӑлса ҫитнӗ, вӑрӑм тум тӑхӑннӑ ар ҫӗр ӑшӗнчен тухать, тенӗ. Саул ку ҫын Самуил пулнине ӑнкарса илнӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="15">Самуил Саула каланӑ: эсӗ мана мӗншӗн канӑҫсӑрлантаратӑн? мана мӗншӗн чӗнсе кӑлартӑн? тенӗ. Саул ҫапла хуравланӑ: шутсӑр йывӑр мана; филистимсем мана хирӗҫ ҫапӑҫаҫҫӗ, Турӑ вара манран пӑрӑнчӗ, текех мана пророксем урлӑ та, тӗлӗкре те, [куҫа курӑнса та] хуравламасть; малашне мӗн тумаллине вӗренттӗрччӗ мана тесе чӗнсе кӑлартӑм сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Самуил каланӑ: Ҫӳлхуҫа санран пӑрӑнчӗ пулсассӑн, санӑн тӑшману пулса тӑчӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха эсӗ манран ыйтатӑн?</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа ман урлӑ мӗн каланӑ, ҫавна тӑвӗ: Ҫӳлхуҫа санӑн аллунтан патшалӑха туртса илӗ те ӑна хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна, Давида, парӗ.</verse>
				<verse number="18">Эсӗ Ҫӳлхуҫа хушнине итлемерӗн, Амалика Унӑн хаяр ҫиллине кӑтартмарӑн, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫавна хӑвӑн ҫине ҫитерет.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израильпе сана филистимсен аллине парӗ: эсӗ те, санӑн ывӑлусем те ыран манпа пӗрле пулатӑр; Ҫӳлхуҫа Израиль тапӑрне те филистимсен аллине парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул сасартӑках пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесессӗн Самуил сӑмахӗнчен сехӗрленсе ӳкнӗ; ҫитменнине, вӑйӗ те юлман унӑн: ҫавӑн чухне вӑл кунӗпех, ҫӗрӗпех апат ҫимен пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Леш хӗрарӑмӗ Саул патне пынӑ та, Саул питӗ хӑраса ӳкнине курса, ҫапла каланӑ: акӑ санӑн хӑрхӑму эсӗ каланине итлерӗ, пурӑнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерчӗ пулин те эсӗ хушнине турӗ;</verse>
				<verse number="22">халӗ эпӗ сана хӑрхӑму каланине итлеме ыйтатӑп: эпӗ сана пӗр татӑк ҫӑкӑр сӗнетӗп, ҫисемччӗ — йӑл илӗн, ҫула тухма вӑй кӗрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Анчах Саул ӳкӗте кӗмен: ҫиместӗп, тенӗ. Ӑна ӗнтӗ тарҫисем те, хӗрарӑм та ӳкӗтленӗ; вӑл вара, ҫӗр ҫинче лараканскер, вӗсене итлесе, вырӑн ҫине тӑрса ларнӑ.</verse>
				<verse number="24">Хӗрарӑмӑн килӗнче самӑртнӑ пӑру пулнӑ, вӑл ӑна васкасах пустарнӑ та, ҫӑнӑх илсе, чуста ҫӑрнӑ, унтан тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫерсе панӑ,</verse>
				<verse number="25">Саулпа унӑн тарҫисене апат сӗннӗ, лешӗсем ҫинӗ, унтан тӑнӑ та ҫав каҫах тухса кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Филистимсем хӑйсенӗн мӗнпур ҫарне Афек хулине пуҫтарнӑ, Израиль ҫыннисем Изреельри ҫӑлкуҫ патӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Филисти ҫулпуҫӗсем ҫӗршер те пиншер ҫынлӑ ушкӑнсемпе пынӑ, Давидпа унӑн ҫыннисем вара хыҫалта Анхуспа пӗрле пынӑ.</verse>
				<verse number="3">Филисти ҫулпуҫӗсем: мӗнле еврейсем кусем? тенӗ. Анхус Филисти ҫулпуҫӗсене ҫапла хуравланӑ: ку Давид, Израиль патшийӗн Саулӑн чури, пулнине эсир пӗлместӗр-им вара? вӑл ман патӑмра ҫулталӑк ытла пурӑнать ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтран пуҫласа паян кунччен те эпӗ унра ним япӑххине те курмарӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Филисти ҫулпуҫӗсем ӑна ҫилленсе кайнӑ та ҫапла каланӑ: ку ҫынна эсӗ каялла яр, вӑл эсӗ уйӑрса панӑ вырӑнтах лартӑр, вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр, вӑрҫӑра пирӗн тӑшман пулса ан тӑтӑр. Вӑл хӑйӗн хуҫине ҫак ар пуҫӗсене парнелесе ҫырлахтармӗ-ши?</verse>
				<verse number="5">Вӑйӑ картинче: «Саул пиншер ҫынна, Давид вуншар-вуншар пин ҫынна ҫӗнтернӗ» тесе ҫак Давид ҫинчен юрламастчӗҫ-и-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Анхус Давида чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! эсӗ тӳрӗ ҫын, эсӗ ҫарта манпа пӗрле ҫӳрени маншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ: эсӗ ман патӑма килнӗренпе паян кунччен те эпӗ санра нимӗн япӑххине те курмарӑм; анчах ҫулпуҫсем сана кӑмӑлламаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Апла халӗ каялла таврӑн, тӑнӑҫлӑ кай, Филисти ҫулпуҫӗсене ан вӗчӗрхентер, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах Давид Анхуса каланӑ: мӗн турӑм-ха эпӗ, санӑн умӑнта пурӑнма пуҫланӑранпа паян куна ҫитиччен хӑвӑн чурунта эсӗ мӗн япӑххи тупрӑн, мӗншӗн-ха манӑн санпа кайса хамӑн хуҫамӑн, патшамӑн, тӑшманӗсемпе ҫапӑҫас мар? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Анхус Давида ҫапла хуравланӑ: шансах тӑр, эсӗ манӑн куҫӑм умӗнче Турӑ Ангелӗ пекех лайӑх; анчах Филисти ҫулпуҫӗсем: «вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Эппин, хӑв та, хӑвӑнпа килнӗ чурусем те ирхине ирех тӑрӑр та [эпӗ кӑтартнӑ вырӑна кайӑр, санӑн чӗрӳнте нимӗнле начар шухӑш та ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн эсӗ маншӑн лайӑх]; ирхине тӑрӑр та ҫутӑлса ҫитсессӗн тухса кайӑр.</verse>
				<verse number="11">Давидпа унӑн ҫыннисем ирхине ирех тӑнӑ та филистимсен ҫӗрне таврӑннӑ. Филистимсем вара Изрееле [вӑрҫа] кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Давидпа унӑн ҫыннисем Секелаг еннелле кайма тухнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Амалик ҫыннисем кӑнтӑр енчен Секелаг хулине тапӑннӑ, Секелага туртса илнӗ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ,</verse>
				<verse number="2">хулари пӗтӗм хӗрарӑма [тата ыттисене те] — ваттине те, вӗттине те — пӗрне те вӗлермен, тыткӑна илнӗ те хӑйсен ҫулӗпе тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="3">Давидпа унӑн ҫыннисем хулана пырса ҫитнӗ те — акӑ хулана ҫунтарса янӑ, вӗсен арӑмӗсене, ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тыткӑна илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ӗнтӗ Давид та, унпа пӗрле пулнӑ халӑх та кӑшкӑрса-татӑлса макӑрнӑ, макӑрмашкӑн вӑйӗ юлмичченех макӑрнӑ.</verse>
				<verse number="5">Давидӑн икӗ арӑмне те — Изреель хӗрне Ахиноамӑна тата Авигейӑна, Навал арӑмӗ пулнӑскере, Кармил хӗрне — тыткӑна илнӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӗтӗм халӑх чунтан-вартан хуйхӑрнӑ, кашнийӗ хӑйӗн ывӑлӗшӗн, хӑйӗн хӗрӗшӗн куляннӑ; халӑх ӗнтӗ Давида чулпа персе вӗлересшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа Давид аптӑрасах ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="7">Анчах Давид хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шаннипе кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, вӑл Авиафар священника, Ахимелех ывӑлне, ҫапла каланӑ: мана ефод илсе килсе пар-ха, тенӗ. Авиафар Давида ефод илсе пырса панӑ.</verse>
				<verse number="8">Давид Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнсе ҫапла каланӑ: йӗрлесе каймалла-и манӑн ҫак эшкере, хӑваласа ҫитӗп-и ӑна? тенӗ. Пӗлтернӗ ӑна: йӗрлесе кай, ҫитетӗн те туртса илетӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Давид тата унпа пӗрле ултҫӗр ар кайнӑ; Восор юхӑм шывӗ патне пырса ҫитнӗ, ывӑннӑскерсем, унта чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Давид хӑй тата тӑватҫӗр ҫын малалла йӗрлесе кайнӑ; икҫӗр ҫынни, Восор юхӑм шывӗ урлӑ каҫма вӑй ҫитереймесӗр, унтах юлнӑ.</verse>
				<verse number="11">Хирте Египет ҫыннине тӗл пулнӑ та ӑна Давид патне илсе пынӑ, ӑна ҫӑкӑр панӑ, вӑл ҫинӗ, ӑна тата шыв ӗҫтернӗ;</verse>
				<verse number="12">ӑна ҫур ҫыхӑ смоква ҫырли, икӗ ҫыхӑ иҫӗм ҫырли панӑ, вӑл ҫавна ҫисе вӑй илнӗ: вӑл ӗнтӗ виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр апат ҫимен, шыв ӗҫмен пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Давид ӑна: кам эсӗ, ӑҫтисем эсӗ? тенӗ. Вӑл каланӑ: эпӗ — Египет ачи, Амалик ҫыннин чури; чирлесе ӳкрӗм те, хуҫам мана пӑрахса хӑварчӗ, ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кун чирлетӗп;</verse>
				<verse number="14">эпир Керети ҫӗрӗн кӑнтӑр пайне, Иуда ҫӗрне тата Халевӑн кӑнтӑр пайне тапӑнса кӗтӗмӗр, Секелага вара ҫунтарсах ятӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Давид ӑна каланӑ: эсӗ мана ҫав эшкер патне илсе ҫитеретӗн-и? тенӗ. Лешӗ каланӑ: мана вӗлерместӗп тата мана хамӑн хуҫа аллине памастӑп тесе Турӑ ячӗпе тупа ту, вара эпӗ сана ҫав эшкер патне илсе ҫитеретӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">[Давид ӑна тупа тунӑ,] лешӗ ӑна ертсе кайнӑ; акӑ амаликсем, ҫав ҫӗршывра тӗрлӗ енне сапаланса, ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ, Филисти ҫӗрӗнче тата Иудея ҫӗрӗнче хӑйсем туртса илнӗ пысӑк тупӑшшӑн савӑнса уяв тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Давид [вӗсене] тӗттӗм пуласпа [тапӑннӑ] та вӗсене тепӗр кунхи каҫченех аркатнӑ; тӗвесем ҫине ларса тарнӑ тӑватҫӗр яш ачасӑр пуҫне ыттисем пӗри те хӑтӑлайман.</verse>
				<verse number="18">Давид амаликсем ҫаратнине пӗтӗмпех каялла туртса илнӗ, хӑйӗн икӗ арӑмне те туртса илнӗ.</verse>
				<verse number="19">Нимӗн те ҫухалман вӗсен, пӗчӗкки те, пысӑкки те, ывӑлӗсенчен те, хӗрӗсенчен те, амаликсем ҫаратса туртса илнинчен нимӗн те ҫухалман; Давид пӗтӗмпех каялла тавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="20">Давид вак выльӑха та, шултӑра выльӑха та туртса илнӗ, вӗсене хӑйсен выльӑхӗ умӗнчен хӑваласа пынӑ, пурте: ку вӑл — Давид тупӑшӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Давид леш икҫӗр ҫын патне — вӑйсӑрланнине пула ыттисемпе пӗрле пырайманран Восор юхӑм шывӗ патӗнче тӑратса хӑварнӑ ҫынсем патне — пырса ҫитнӗ, вӗсем Давидпа унӑн ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ. Давид, ҫав ҫынсем патне пырса, вӗсене сывлӑх суннӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн чухне Давидпа пӗрле вӑрҫӑра пулнӑ хӑш-пӗр усал та юрӑхсӑр ҫынсем ҫапла калама пуҫланӑ: вӗсем пирӗнпе пымарӗҫ, ҫавӑнпа хамӑр туртса илнӗ тупӑшран вӗсене нимӗн те памастпӑр; кашнийӗ хӑйӗн арӑмӗпе ачисене илтӗр те кайтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Анчах Давид ҫапла каланӑ: тӑванӑмсем, ун пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫа пире ҫакна панӑ хыҫҫӑн, пире сыхласа хӑварнӑ хыҫҫӑн, хамӑра хирӗҫ килнӗ эшкере пирӗн алла панӑ хыҫҫӑн ун пек ан тӑвӑр.</verse>
				<verse number="24">Сире никам та итлес ҫук! [Вӗсем пирӗнтен япӑх мар.] Вӑрҫа кайнисене мӗн чухлӗ пай лекет, лавсемпе юлнисене те ҫавӑн чухлех памалла: пурне те пӗр пек пайласа памалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫав вӑхӑтран пуҫласа кайран та ҫаплах пулнӑ; вӑл ҫакна Израильшӗн паян кунчченех пыракан ҫирӗп йӗрке туса хунӑ.</verse>
				<verse number="26">Давид Секелага ҫитнӗ, тупӑш пайне Иудейӑн аслӑ ҫыннисем патне, хӑйӗн тусӗсем патне ӑсатса, ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсенчен туртса илнӗ тупӑшран акӑ сире парне ярса паратпӑр» тенӗ,</verse>
				<verse number="27">ӑна ҫак хулара пурӑнакансене панӑ: Вефильре, кӑнтӑр Рамофра, Иаттирта, [Гефорта,]</verse>
				<verse number="28">Ароерта, [Аммадра,] Шифмофра, Естемоара, [Гефра,]</verse>
				<verse number="29">[Кинанӑра, Сафенра, Фимафра,] Рахалра, Иерахмеель хулисемпе Кеней хулисенче,</verse>
				<verse number="30">Хормара, Хорашанра, Атахра,</verse>
				<verse number="31">Хевронра тата Давидпа унӑн ҫыннисем ҫӳренӗ вырӑнсенче пурӑнакансене валеҫсе панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Филистимсем израильсемпе ҫапӑҫнӑ, Израиль арӗсем филистимсенчен тарнӑ чухне Гелвуй тӑвӗ ҫинче виле-виле выртса юлнӑ.</verse>
				<verse number="2">Филистимсем Саулпа унӑн ывӑлӗсене хӑваласа ҫитнӗ, ӗнтӗ филистимсем Саул ывӑлӗсене — Ионафана, Аминадава тата Малхисуана — вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="3">Саула хирӗҫ питӗ хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, пур енчен те ухӑпа пенӗ, ӑна хӑрушла амантса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="4">Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан вӗлерччӗр мана, ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ. Анчах кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун пек тума хӑяйман, мӗншӗн тесессӗн питӗ хӑранӑ. Вара Саул хӑйӗн хӗҫне илнӗ те ун ҫине тӑрӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Саул вилнине курсассӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ те хӑйӗн хӗҫӗ ҫине тӑрӑнса унпа пӗрлех вилнӗ.</verse>
				<verse number="6">Саулпа унӑн виҫӗ ывӑлӗ, унӑн кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫынни ҫав кун ҫапла вилнӗ, унпа пӗрле унӑн пӗтӗм ҫынни те пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="7">Айлӑм енче, Иордан леш енче пурӑнакан Израиль халӑхӗ израильсем тарнине тата Саулпа унӑн ывӑлӗсем вилнине курсассӑн, хӑйсен хулисене пӑрахса хӑварса, тарса пӗтнӗ, филистимсем ӗнтӗ пынӑ та ҫав хуласене йышӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Тепӗр кунне филистимсем вилнӗ ҫынсене ҫаратма пынӑ та Гелвуй тӑвӗ ҫинче выртса юлнӑ Саулпа унӑн виҫӗ ывӑлне тупнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара [ӑна ҫавӑрса пӑрахнӑ та] пуҫне касса татнӑ, кӑралне хывса илнӗ, унтан хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсенче тата халӑха пӗлтермешкӗн пӗтӗм Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме кӑларса янӑ;</verse>
				<verse number="10">унӑн кӑралне Астарта ҫуртне хунӑ, ӳтне Беф-Сан хӳми ҫине ҫакнӑ.</verse>
				<verse number="11">Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ те,</verse>
				<verse number="12">мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ, вӗсем ҫӗрӗпе утнӑ, Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Беф-Сан хӳми ҫинчен антарса Иависа илсе ҫитернӗ, вӗсене ҫавӑнта ҫунтарса янӑ;</verse>
				<verse number="13">унтан, вӗсен шӑммисене пухса, Иависри юман айне пытарнӑ, ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="10">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Саул вилсессӗн, Давид амаликсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫӗртен каялла таврӑнса Секелагра икӗ кун хушши тӑнӑ хыҫҫӑн,</verse>
				<verse number="2">акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кунхине Саул тапӑрӗнчен пӗр ҫын килнӗ; ун ҫийӗнчи тумтирӗ ҫуркаланса пӗтнӗ пулнӑ, пуҫӗ ҫине вӑл тусан сапнӑ пулнӑ. Давид патне пырсан вӑл [ӑна] ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="3">Давид ӑна: ӑҫтан килтӗн эсӗ? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ Израиль тапӑрӗнчен тарса килтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Давид ӑна: мӗн пулса иртрӗ? каласа кӑтарт мана, тенӗ. Лешӗ каланӑ: халӑх ҫапӑҫу хирӗнчен тарса саланчӗ, нумай ҫын пӗтрӗ, Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан та вилчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид хӑйне хыпар пӗлтернӗ яш ачана каланӑ: Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан вилнине ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӑна хыпар пӗлтернӗ яш ача каланӑ: эпӗ ӑнсӑртран Гелвуй тӑвӗ ҫине пырса тухрӑм, акӑ ӗнтӗ Саул хӑйӗн сӑнни ҫине тӑрӑнса ӳкрӗ, ҫар ураписемпе юланутҫӑсем халь-халь хуса ҫитеслеччӗ ӑна.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑн чухне вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те мана курса чӗнсе илчӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ: кунтах эпӗ, терӗм. Вӑл мана: кам эсӗ? терӗ. Эпӗ ӑна каларӑм: эпӗ — амаликсем, терӗм.</verse>
				<verse number="9">Вӑл мана каларӗ: ман ҫывӑхӑма кил те вӗлер мана: ӗнтӗ вилӗм тунсӑхӗ пусса илчӗ мана, чунӑм вара ӑшӑмрах-ха, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара ун патне пытӑм та вӗлертӗм ӑна — сӑнни ҫине тӑрӑнса аннӑ хыҫҫӑн вӑл пурӑнаймасса пӗлтӗм эпӗ; пуҫӗ ҫинчи патша пуҫкӑшӑльне тата алли сыппинчи суллине илтӗм те вӗсене кунта хамӑн хуҫамӑм патне илсе килтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн хыҫҫӑн Давид хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ, ҫавӑн пекех унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те [хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ].</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ куҫҫулӗ тӑкнӑ, татӑлса макӑрнӑ, хӗҫрен пуҫ хунӑ Саулпа унӑн ывӑлне Ионафана, Ҫӳлхуҫа халӑхне, Израиль йӑхне асӑнса каҫчен типӗ тытнӑ.</verse>
				<verse number="13">Давид хӑйне хыпар пӗлтернӗ яш ачана ҫапла каланӑ: ӑҫти ҫын эсӗ? тенӗ. Лешӗ: эпӗ — аякран килнӗ амалик ҫыннин ывӑлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Давид ӑна каланӑ: Туррӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине вӗлермешкӗн алӑ ҫӗклеме мӗнле хӑрамарӑн-ха эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Давид хӑй ҫыннисенчен пӗр яш ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: кайса вӗлер ӑна, тенӗ. Вара лешӗ вӗлернӗ ӑна, вӑл вилнӗ.</verse>
				<verse number="16">Давид ун еннелле пӑхса каланӑ: санӑн юну — хӑвӑн пуҫу ҫинче, хӑв: «эпӗ Туррӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине вӗлертӗм» тенӗ чухне сана хӑвӑн чӗлхӳех айӑпларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Давид ӗнтӗ Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан вилнӗшӗн хурланса ҫак хурлӑхлӑ юрра юрланӑ;</verse>
				<verse number="18">Тӳрӗ ҫын кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, вӑл ҫакӑ юрра — ухӑ ҫинчен хывнӑ юрра — Иуда ывӑлӗсене вӗрентме хушнӑ, вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="19">ах, Израиль, санӑн илемне хӑвӑн сӑрту ҫинче пӗтерчӗҫ! паттӑрсем ҫапла пуҫ хучӗҫ!</verse>
				<verse number="20">Ҫакӑн ҫинчен Гефра ан калаҫӑр, Аскалон урамӗнче ан хыпарлӑр — филистимсен хӗрӗсем ан хӗпӗртеччӗр, ӳт кастарманнисен хӗрӗсем ан мухтанайччӑр.</verse>
				<verse number="21">Эй Гелвуй сӑрт-тӑвӗ! сирӗн ҫине сывлӑм та, ҫумӑр та [ан ӳктӗр], сирӗн ҫинче ҫимӗҫ кӳрекен уй-хир те ан пултӑр: ӗнтӗ унта паттӑрсен хулканне аркатнӑ, Саула ҫу сӗрнине уямасӑр унӑн хулканне аркатнӑ.</verse>
				<verse number="22">Аманнисен юнӗсӗр, паттӑррисен ӳчӗсӗр Ионафан уххи каялла таврӑнман, Саул хӗҫҫи те ахаль таврӑнман.</verse>
				<verse number="23">Пурӑннӑ чухне татуллӑскерсем, Саулпа Ионафан вилсен те уйрӑлмарӗҫ; кӑйкӑртан вичкӗнрехчӗ, арӑсланран вӑйларахчӗ вӗсем.</verse>
				<verse number="24">Эй Израиль хӗрӗсем! хӳхлӗр Саулшӑн, вӑл сире эрешленӗ йӗпкӗн хӗрлӗ тумпа, ылтӑнпа капӑрлатнӑ тумпа ҫӳрететчӗ.</verse>
				<verse number="25">Паттӑррисем вӑрҫӑ хирӗнче кайса ӳкрӗҫ! Ионафан санӑн сӑрту ҫинче пуҫ хучӗ.</verse>
				<verse number="26">Ах, Ионафан, тӑванӑм, чӗрем саншӑн касӑлать, маншӑн мӗнле хаклӑччӗ эсӗ; санӑн юратӑву маншӑн хӗр юратӑвӗнчен те аслӑрахчӗ.</verse>
				<verse number="27">Паттӑрсем ҫапла пуҫ хучӗҫ, тӗп пулчӗ вӑрҫӑ кӑралӗ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: манӑн Иудӑн пӗрпӗр хулине каймалла-ши? тенӗ. Турӑ ӑна: кай, тенӗ. Давид вара: ӑҫта каяс? тенӗ. Вӑл каланӑ: Хеврона, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Давид вара ҫавӑнта кайнӑ, унӑн икӗ арӑмӗ те — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Навал арӑмӗ пулнӑ Авигея, Кармил хӗрӗ — пӗрле пынӑ.</verse>
				<verse number="3">Хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те Давид хӑйсен кил-йышӗпе пӗрле илсе кайнӑ, вӗсем Хеврон хулинче вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иуда арӗсем ҫитнӗ те ҫавӑнта Давида Иудея ҫӗрӗн патши пулма ҫу сӗрнӗ. Галаадри Иависра пурӑнакансем Саула тирпейлесе пытарни ҫинчен Давида хыпар ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид вара Галаадри Иависра пурӑнакансем патне элчӗсем янӑ, вӗсен ҫапла каламалла пулнӑ: Саул хуҫӑра, [Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине, тата унӑн ывӑлне Ионафана] пытарса, эсир ырӑ ӗҫ турӑр, ҫавӑншӑн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитӗ,</verse>
				<verse number="6">сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ та шанчӑклӑ пултӑр; ҫапла тунӑшӑн эпӗ те сире ырӑ тӑвӑп;</verse>
				<verse number="7">халӗ ӗнтӗ аллӑрсем ҫирӗпленччӗр, хӑюллӑ пулӑр: Саул хуҫӑр вилчӗ, мана вара Иуда килӗ хӑйӗн патши пулма ҫу сӗрчӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах та Авенир — Нир ывӑлӗ, Саул ҫарпуҫӗ — Саул ывӑлне Иевосфея Маханаим хулине илсе пынӑ,</verse>
				<verse number="9">вара ӑна Галаад, Ашур, Изреель, Ефрем, Вениамин ҫӗрӗсен тата пӗтӗм Израилӗн патшине лартнӑ.</verse>
				<verse number="10">Израиль патшине ларнӑ чухне Саул ывӑлӗ Иевосфей хӗрӗх ҫулта пулнӑ, вӑл икӗ ҫул патшара ларнӑ. Иуда килӗ ҫеҫ Давидпа пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Давид Хевронра иудейсен патшинче ларнӑ вӑхӑт пӗтӗмпе ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ Нир ывӑлӗ Авенир тата Саул ывӑлӗн Иевосфейӑн тарҫисем Маханаимран тухса Гаваон хулине ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="13">Саруия ывӑлӗ Иоав та Давид тарҫисемпе пӗрле унта пынӑ, вӗсем Гаваон пӗви патӗнче тӗл пулнӑ, вара лешӗсем пӗвен пӗр енне, кусем тепӗр енне вырӑнаҫса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Авенир Иоава каланӑ: яш ачасем тухчӑр та пирӗн умра тупӑшса илччӗр, тенӗ. Иоав: юрать, тухса тӑччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара Саул ывӑлӗ Иевосфей енчен Вениаминсем вуникӗ ҫын, Давид тарҫисенчен вуникӗ ҫын тухса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем пӗр-пӗрне пуҫран яра-яра тытнӑ, пӗр-пӗрне айӑкран хӗҫпе чиксе, пӗрлех тирӗне-тирӗне аннӑ. Гаваонри ҫак вырӑна вара Хелкаф-Хаццурим тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫав кун питех те хаяр ҫапӑҫу пулса иртнӗ, Давид тарҫисем Авенира, унпа пӗрле пулнӑ Израиль ҫыннисене ҫапса аркатнӑ.</verse>
				<verse number="18">Унта Саруиянӑн виҫӗ ывӑлӗ — Иоав, Авесса тата Асаил — пулнӑ. Асаил вара, хир качаки пекех, ҫӑмӑл ураллӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Асаил Авенира хӑваласа кайнӑ та Авенир йӗрӗнчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасӑр йӗрлесе пынӑ.</verse>
				<verse number="20">Авенир ҫаврӑнса пӑхнӑ та: эсӗ-и ку, Асаил? тенӗ. Лешӗ: эпӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Авенир ӑна каланӑ: сылтӑмалла е сулахаялла пӑрӑн та пӗр яш ачине суйласа ил те, унӑн кӑралне хӑв валли туртса ил, тенӗ. Анчах Асаил унран юласшӑн пулман.</verse>
				<verse number="22">Авенир Асаила тепӗр хут та каланӑ: хӑп манран — асту, чиксе пӑрахатӑп; вара Иоав пиччӳне мӗнле сӑн-питпе курӑнас-ха манӑн?</verse>
				<verse number="23">[ӑҫта пур ун пекки? таврӑн Иоав пиччӳ патне], тенӗ. Анчах лешӗ Авениртан хӑпасшӑн пулман. Вара Авенир, сӑннине каялла ҫавӑрса, ӑна хырӑмран чикнӗ; сӑнӑ ун витӗрех тухнӑ, вӑл ҫавӑнтах ӳксе вилнӗ. Асаил ӳксе вилнӗ вырӑн тӗлӗнчен иртсе пыракансем пурте чарӑна-чарӑна тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Авенира ӗнтӗ Иоавпа Авесса хӑваласа кайнӑ. Вӗсем Гаваон пушхирне каякан ҫул ҫинчи Гиах патӗнчи Амма сӑрчӗ тӗлне ҫитнӗ ҫӗре хӗвел те анса ларнӑ.</verse>
				<verse number="25">Авенир тавра Вениамин ҫыннисем пуҫтарӑннӑ та, ҫар ушкӑнӗ пулса, пӗр сӑрт тӑррине хӑпарса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="26">Авенир вара Иоава чӗнсе каланӑ: пире ӗмӗрӗпех хӗҫ пӗтерсе тӑрӗ-и? Е эсӗ вӑрҫӑ хурлӑх кӳнине пӗлместӗн-и? Мӗншӗн-ха эсӗ халиччен те хӑвӑн ҫыннусене: тӑванӑрсене йӗрлеме чарӑнӑр, теместӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Иоав ӗнтӗ ҫапла каланӑ: Турӑ пур! эсӗ халӗ нимӗн те каламан пулсассӑн, ҫынсем ирчченех хӑйсен тӑванӗсене хӑвалатчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Иоав какӑр кӑшкӑртса янӑ та, пӗтӗм халӑх чарӑнса тӑнӑ, вара Израиль ҫыннисене малалла хӑвалама пӑрахнӑ; ҫапӑҫу чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="29">Авенирпа унӑн ҫыннисем ҫав каҫ ҫӗрӗпех тӳремлӗхпе утнӑ, Иордан шывӗ урлӑ каҫнӑ, пӗтӗм Битрон урлӑ иртсе Маханаима ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="30">Иоав, Авенира хӑвалама пӑрахса, каялла таврӑннӑ та пӗтӗм халӑха пуҫтарнӑ, Асаилсӑр пуҫне, Давид тарҫисенчен вунтӑхӑр ҫын тухман.</verse>
				<verse number="31">Давид тарҫисем вара Вениамин ҫыннисемпе Авенир тарҫисене нумайӑшне пӗтернӗ; вӗсенчен виҫҫӗр утмӑл ҫын вилнӗ.</verse>
				<verse number="32">Асаил ӳтне вара Вифлеема илсе кайса ашшӗн тупӑклӑхне пытарнӑ. Иоавпа унӑн ҫыннисем ӗнтӗ ҫӗрӗпех утнӑ, тул ҫутӑласпа Хеврона ҫитнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Саул килӗпе Давид килӗ хушшинчи хирӗҫӳ вӑраха тӑсӑлнӑ. Давид вӑйланса та вӑйланса пынӑ, Саул килӗ вара хавшаса та хавшаса пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Давидӑн Хевронра [ултӑ] ывӑл ҫуралнӑ. Малтанхи ывӑлне, Амнона, Изреель хӗрӗ Ахиноама ҫуратса панӑ;</verse>
				<verse number="3">иккӗмӗш [ывӑлне], Далуиана, — Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ; виҫҫӗмӗшне — Авессалома, — Мааха, Гессур патши Фалмай хӗрӗ, ҫуратса панӑ;</verse>
				<verse number="4">тӑваттӑмӗшне, Адонияна, — Аггифа; пиллӗкӗмӗшне, Сафатияна, — Авитала;</verse>
				<verse number="5">улттӑмӗшне, Иефераама, Давид арӑмӗ Эгла ҫуратнӑ. Давидӑн ҫак ывӑлӗсем Хевронра ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="6">Саул килӗпе Давид килӗ хушшинче хирӗҫӳ пынӑ вӑхӑтра Авенир вара Саул килӗ майлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Саулӑн Рицпа ятлӑ ҫум-арӑм пулнӑ, вӑл Айя хӗрӗ пулнӑ. [Ун патне Авенир кӗнӗ.] [Иевосфей] ӗнтӗ Авенира каланӑ: мӗншӗн эсӗ ман аттемӗн ҫум-арӑмӗ патне кӗтӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Авенира Иевосфей сӑмахӗсем тарӑхтарсах янӑ та, вӑл вара ҫапла каланӑ: эпӗ йытӑ пуҫӗ-им? Эпӗ, Иудӑна хирӗҫ тӑрса, Саул аҫун килне, унӑн тӑванӗсене, унӑн тусӗсене ырӑ турӑм, сана та Давид аллине ӳкермерӗм, эсӗ вара халӗ ман ҫумра хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен ҫылӑх шыратӑн.</verse>
				<verse number="9">Акӑ [паян] эпӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн мӗн тума тупа тунине тӳрре кӑларатӑп: патшалӑха Саул килӗнчен туртса илетӗп те Давида Израильпе Иуда патши пулма, Данран пуҫласа Вирсавия таран тытса тӑма, лартатӑп — ҫапла тумастӑп пулсассӑн, Турӑ Авенира ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Иевосфей ӗнтӗ Авенира хирӗҫлеме пултарайман: вӑл унран хӑранӑ.</verse>
				<verse number="12">Авенир вара хӑйӗн элчисене Давид патне [Хеврона, вӑл пурӑннӑ ҫӗре]: камӑн ҫӗрӗ ку? тесе калама янӑ; тата ҫапла калама хушнӑ: манпа килӗшӳ ту та, манӑн аллӑм санпа пӗрле пулӗ, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне сан майлӑ ҫавӑрӗ.</verse>
				<verse number="13">[Давид] каланӑ: юрӗ, эпӗ санпа килӗшӳ тӑвӑп, анчах санран пӗр япала пирки ыйтатӑп — акӑ мӗн: манпа курнӑҫма килнӗ чухне эхер те хӑвпа пӗрле Саул хӗрне Мелхолӑна илсе килмесессӗн, эсӗ ман сӑн-питӗме кураймӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Давид ӗнтӗ Саул ывӑлӗ Иевосфей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Мелхола арӑмӑма пар, эпӗ ӑна ҫӗр филистим ӳтне кастарнӑшӑн илнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Иевосфей хӑйӗн ҫыннисене янӑ та Мелхолӑна упӑшкинчен — Лаиш ывӑлӗнчен Фалтийрен — уйӑрса илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="16">Мелхолӑпа пӗрле унӑн упӑшки те пынӑ, арӑмне вӑл Бахурима ҫитиччен куҫҫулӗ юхтарса ӑсатнӑ; анчах Авенир ӑна: таврӑн каялла, тенӗ. Вара вӑл каялла таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="17">Авенир Израилӗн аслӑ ҫыннисене каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та эсир Давид хӑвӑрӑн патшӑр пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗрччӗ;</verse>
				<verse number="18">халӗ тӑвӑр ҫакна, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Давида ҫапла каланӑ: «Давид чурамӑм аллипе Эпӗ Хамӑн Израиль халӑхне филистимсен аллинчен, унӑн мӗнпур тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Авенир ӗнтӗ Вениамин ҫыннисене те ҫаплах каланӑ. Унтан Авенир Израильпе пӗтӗм Вениамин килӗ мӗн шухӑшланине Давида пӗлтерме Хеврона кайнӑ.</verse>
				<verse number="20">Авенир Давид патне Хеврона ҫитнӗ, унпа пӗрле ҫирӗм ҫын пулнӑ, Давид Авенирпа ун ҫыннисем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="21">Авенир ҫавӑн чухне Давида каланӑ: акӑ тӑратӑп та каятӑп, патша хуҫамӑм патне Израилӗн пӗтӗм халӑхне пуҫтарса килетӗп; вӗсем санпа килӗшӳ тӑвӗҫ те, хӑвӑн чуну кӑмӑлланӑ пек, эсӗ пуринӗн те патши пулса тӑрӑн, тенӗ. Давид вара Авенира чарса тӑман, лешӗ ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Акӑ ӗнтӗ Давид тарҫисем Иоавпа пӗрле ҫапӑҫуран таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле пысӑк тупӑш илсе килнӗ; Авенир ун чухне Хевронра Давидпа пӗрле пулман ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ӑна чарса тӑман та, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Иоав тата унпа пӗрле ҫӳренӗ пӗтӗм ҫар каялла таврӑнсассӑн, Иоава ҫапла каласа панӑ: патша патне Авенир, Нир ывӑлӗ, килнӗччӗ, патша ӑна тытса тӑмарӗ те, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Иоав ӗнтӗ патша патне пынӑ та: мӗн турӑн эсӗ? тенӗ. Акӑ сан патна Авенир килнӗ пулнӑ; мӗншӗн кӑларса ятӑн ӑна, мӗншӗн-ха вӑл тухса кайнӑ?</verse>
				<verse number="25">Эсӗ Авенира, Нир ывӑлне, пӗлетӗн: вӑл сана улталама, эсӗ ӑҫтан кӗрсе ӑҫтан тухса ҫӳренине, эсӗ мӗн тунине пӗлсе кайма килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иоав вара Давид патӗнчен тухнӑ та хӑйӗн ҫыннисене Авенир хыҫҫӑн ӑна хӑваласа ҫитме янӑ; вӗсем ӑна Сир ҫӑлӗ патӗнчен каялла илсе килнӗ, Давида ҫакӑн ҫинчен пӗлтермен.</verse>
				<verse number="27">Авенир Хеврона таврӑнсассӑн, вӑрттӑн калаҫмалли пур тесе, Иоав ӑна хапхан шал енне илсе кӗнӗ те унта хырӑмӗнчен чиксе пӑрахнӑ. Авенир ҫапла Иоавпа пӗртӑван Асаил юнӗшӗн вилнӗ.</verse>
				<verse number="28">Кайран Давид ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те каланӑ: Нир ывӑлӗ Авенир юнӗшӗн эпӗ те, ман патшалӑхӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрне те айӑплӑ пулас ҫук;</verse>
				<verse number="29">айӑпӗ Иоав пуҫӗпе ун ашшӗн килӗ ҫине ӳктӗр; Иоав килӗ нихӑҫан та вӑрлӑхӗ юхса ҫӳрекен ҫынсӑр е тилҫе ернӗ ҫынсӑр, е туяпа ҫӳрекенсӗр, е хӗҫрен пуҫ хуракансӑр, е ҫӑкӑрсӑр аптӑракансӑр ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Иоавпа унӑн Авесса шӑллӗ Авенира ӗнтӗ Гаваон патӗнчи ҫапӑҫура Асаила — хӑйсен пӗртӑванне — вӗлернӗшӗн вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="31">Вара Давид Иоава тата унпа пӗрле пулнӑ мӗнпур ҫынна ҫапла каланӑ: тумтирӗрсене туртса ҫурӑр, хурлӑх тумтирӗ тӑхӑнӑр, Авениршӑн хӳхлӗр, тенӗ. Давид патша ӗнтӗ унӑн тупӑкӗ хыҫҫӑн пынӑ.</verse>
				<verse number="32">Авенира Хевронра пытарнӑ чухне патша Авенир тупӑкӗ умӗнче татӑлса макӑрнӑ; пӗтӗм халӑх та макӑрнӑ.</verse>
				<verse number="33">Патша Авениршӑн хурланса ҫапла каласа макӑрнӑ: Авенирӑн йӗксӗк вилӗмӗпе вилмеллеччӗ-и вара?</verse>
				<verse number="34">Аллусене сӑнчӑрламан пулнӑ, урусене тӑлламан пулнӑ, анчах эсӗ хурах аллинчен ӳксе вилнӗ пек вилтӗн. Пӗтӗм халӑх уншӑн тата хытӑрах йӗре пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="35">Каҫ пуличчен пӗтӗм халӑх Давид патне пынӑ та ӑна апат ҫиме сӗннӗ, анчах Давид: эпӗ хӗвел аниччен ҫӑкӑр е мӗн те пулин астивсе пӑхас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тесе тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм халӑх пӗлнӗ; патша мӗн туни пӗтӗмпех килӗшнӗ пек, ҫапла калани те халӑха килӗшнӗ.</verse>
				<verse number="37">Вара ҫав кун пӗтӗм халӑх, пӗтӗм Израиль Авенирӑн — Нир ывӑлӗн — вилӗмӗ патшаран килменнине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="38">Патша хӑйӗн тарҫисене каланӑ: пӗлетӗр-и, ҫакӑ кун Израильре ҫулпуҫ, чаплӑ ҫын, пуҫ хучӗ;</verse>
				<verse number="39">эпӗ, патшана ларма ҫу сӗрнӗ ҫын пулсан та, халлӗхе вӑйсӑр-ха, ку ҫынсем вара, Саруия ывӑлӗсем, манран вӑйлӑрах; усал тӑвакана усаллӑхне кура Ҫӳлхуҫа тавӑрса патӑр! тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Саул ывӑлӗ [Иевосфей] Авенир Хевронра вилни ҫинчен илтнӗ те, унӑн алли лӑштӑрах усӑннӑ, ӗнтӗ пӗтӗм Израиль аптӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="2">Саул ывӑлӗн [Иевосфейӗн] икӗ ҫарпуҫ пулнӑ; пӗри Баана ятлӑ, тепӗри Рихав ятлӑ пулнӑ, вӗсем Вениамин йӑхӗнчи Реммонӑн, Беероф хули ҫыннин, ывӑлӗсем пулнӑ, Беероф вара Вениамин ҫӗрӗ шутланнӑ.</verse>
				<verse number="3">Беероф халӑхӗ Гифаим хулине тарса кайнӑ пулнӑ та ҫак кунчченех унта аякран куҫса килнӗ ҫынсем пулса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ уксах пулнӑ. Саулпа Ионафан пирки Изреельрен хыпар ҫитнӗ чухне вӑл пиллӗкре пулнӑ, ача пӑхакан хӗрарӑм ӑна йӑтнӑ та тарма пуҫланӑ. Вӑл васкаса чупнӑ чухне ача ӳкнӗ те уксах пулса юлнӑ. Унӑн ячӗ — Мемфивосфей.</verse>
				<verse number="5">Беероф ҫынни Реммонӑн ывӑлӗсем Рихавпа Баана кун хӗрсе кӑна ҫитнӗ чухне Иевосфей ҫурчӗ патне пынӑ; лешӗ кӑнтӑрла вырӑн ҫинче ҫывӑрнӑ.</verse>
				<verse number="6">[Хапха хуралҫи, тулӑ тасатаканскер, тӗлӗрсе ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ та,] Рихавпа Баана, пӗртӑвансем, тулӑ илме килнӗ ҫынсем пек пулса, пӳрте кӗнӗ; вӗсем Иевосфее хырӑмран чикнӗ те тухса тарнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем пӳрте кӗнӗ чухне [Иевосфей] хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче вырӑнӗ ҫинче выртнӑ; вӗсем ӑна вӗлернӗ те пуҫне касса хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, ҫӗрӗпе пушхирти ҫулпа утнӑ;</verse>
				<verse number="8">Иевосфей пуҫне Хеврона Давид патне илсе пынӑ та патшана ҫапла каланӑ: акӑ Иевосфейӗн, Саул ывӑлӗн, санӑн чунна шыракан тӑшманун, пуҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ патша хуҫамӑмшӑн [санӑн тӑшманна] Саула тата унӑн йӑхне тавӑрчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Давид вара Рихавпа Баанана — пӗртӑвансене, Беероф ҫынни Реммонӑн ывӑлӗсене — хуравласа каланӑ: Турӑ пур! Вӑл ман чунӑма пӗтӗм инкекрен хӑтарчӗ! тенӗ;</verse>
				<verse number="10">эпӗ ӗнтӗ хама: «Саулпа [Ионафан] вилчӗҫ» тесе хыпарлакана, хӑйне савӑнӑҫлӑ хыпарҫӑ тесе шутлакана, парне парас вырӑнне Секелагра тытса вӗлерттертӗм пулсассӑн,</verse>
				<verse number="11">халӗ сире — айӑпсӑр ҫынна хӑйӗн килӗнче, хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче вӗлернӗ юрӑхсӑр ҫынсене — хӑвӑр юхтарнӑ юншӑн шыраса илмӗп-и вара, сире ҫӗр ҫинчен тӗп тумӑп-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Тарҫисене хушнӑ та Давид, лешӗсене вӗлернӗ вара, вӗсен аллисемпе урисене касса татнӑ, вӗсене Хевронри пӗве хӗррине ҫакса хунӑ. Иевосфей пуҫне вара Хевронра Авенир тупӑклӑхне пытарнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Израилӗн мӗнпур йӑхӗ Давид патне Хеврона пынӑ та каланӑ: акӑ эпир — санӑн шӑмму, санӑн ӳтӳ, тенӗ;</verse>
				<verse number="2">ӗнерпе виҫӗмкун кӑна-ха, Саул пирӗн патша пулнӑ чухне, эсӗ Израиль ҫыннисене ҫапӑҫӑва илсе ҫӳреттӗн; Ҫӳлхуҫа сана ҫапла каларӗ: малашне Манӑн Израиль халӑхне эсӗ пӑхса усрӑн, эсӗ Израиль ҫулпуҫӗ пулӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид патша вӗсемпе Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; Давида [пӗтӗм] Израиль патши пулма ҫу сӗрнӗ.</verse>
				<verse number="4">Патшана ларнӑ чухне Давид вӑтӑрта пулнӑ; вӑл хӗрӗх ҫул патшара ларнӑ.</verse>
				<verse number="5">Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх таран Иудея патши пулнӑ, пӗтӗм Израильпе Иудея патши пулса вӑтӑр виҫӗ ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ.</verse>
				<verse number="6">Патшапа унӑн ҫыннисем, иевусейсене хирӗҫ кайса, Иерусалима тапӑннӑ, иевусейсем ҫак ҫӗршыв ҫыннисемех пулнӑ; анчах вӗсем Давида: эсӗ кунта кӗреймӗн; сана суккӑрсемпе чӑлахсем хӑваласа ярӗҫ, тенӗ, ку ӗнтӗ «Давид кунта кӗреймӗ» тенине пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="7">Анчах Давид Сион керемне парӑнтарнӑ: ку — Давид хули.</verse>
				<verse number="8">Вара Давид ҫав кун каланӑ: иевусейсене вӗлернӗ чухне кирек хӑшӗ те Давид чунне курайман уксахсемпе суккӑрсене те сӑнӑпа чиктӗр, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ суккӑрпа уксах [Ҫӳлхуҫа] ҫуртне кӗреймӗ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Давид кереме вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ, хулана вӑл йӗри-таврашӗпех, Милло теекен вырӑнтан пуҫласа йӗри-таврах, шалтан та, тулашӗнчен те тӗреклӗлетнӗ.</verse>
				<verse number="10">Давид ӗҫӗсем ӑнӑҫсах пынӑ, вӑл вӑй илсе ҫӗкленнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ унпа пӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Хирам, Тир патши, Давид патне элчӗсем янӑ, вӗсемпе пӗрле кедр пӗрене тата каскалакансемпе чул купалакансем ярса панӑ; вӗсем Давида ҫурт лартса панӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид хӑйне Ҫӳлхуҫа Израиль патши пулма ҫирӗплетнине, Вӑл ӑна Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн ҫӗкленине ӑнланса илнӗ.</verse>
				<verse number="13">Хевронран куҫса килнӗ хыҫҫӑн Давид Иерусалимран та ҫум-арӑмсемпе арӑмсем илнӗ.</verse>
				<verse number="14">Давидӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Акӑ Иерусалимра ҫуралнисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон,</verse>
				<verse number="15">Евеар, Елисуа, Нафек, Иафиа,</verse>
				<verse number="16">Елисама, Елидае, Елифалеф, [Самае, Иосиваф, Нафан, Галамаан, Иеваар, Феисус, Елифалаф, Нагев, Нафек, Ионафан, Леасамис, Ваалимаф тата Елифааф].</verse>
				<verse number="17">Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрнине пӗлсессӗн, филистимсем пурте Давида шырама хускалнӑ. Давид ҫакна илтнӗ те кереме кайнӑ.</verse>
				<verse number="18">Филистимсем ҫитнӗ те Рефаим айлӑмне вырӑнаҫса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: манӑн филистимсене хирӗҫ каймалла-и? вӗсене манӑн аллӑма парӑн-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа Давида каланӑ: кай, Эпӗ филистимсене санӑн аллуна парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Давид вара Ваал-Перацим теекен вырӑна кайнӑ, ҫавӑнта филистимсене аркатса тӑкнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн Давид каланӑ: Ҫӳлхуҫа ман тӑшманӑмсене ман умрах шыв юхӑмӗ аркатнӑ-ҫӗмӗрнӗ евӗр хирсе тӑкрӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа та ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="21">[Филистимсем] унта хӑйсен йӗрӗхӗсене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ та, Давид ҫыннисем вӗсене пуҫтарнӑ, патша ҫавсене [вутра ҫунтарса яма хушнӑ.]</verse>
				<verse number="22">Филистимсем каллех килнӗ те Рефаим айлӑмне вырӑнаҫса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: [манӑн филистимсене хирӗҫ каймалла-и, вӗсене манӑн аллӑма парӑн-и? тенӗ.] Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: хирӗҫ ан тух, хыҫалтан ҫаврӑн та пурҫӑн йывӑҫҫи ӳсекен ката енчен пыр;</verse>
				<verse number="24">пурҫӑн йывӑҫҫисем ҫийӗн ҫын утнӑ пек сасӑ илтсессӗн хускал, ҫавӑн чухне филистимсен ҫарне пӗтерме сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Давид Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ та филистимсене Гавая хулинчен пуҫласа Газер хули таранах аркатса тӑкнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Давид каллех Израилӗн чи лайӑх ҫар ҫыннисене пуҫтарнӑ — вӑтӑр пин ҫын.</verse>
				<verse number="2">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид тата унпа пӗрле пулнӑ мӗнпур ҫын херувимсем ҫинче ларакан Саваоф Турӑ ячӗпе хисепленекен Турӑ саккунӗн арчине Иуда ҫӗрӗнчи Ваалран куҫарса килме кайнӑ.</verse>
				<verse number="3">Турӑ саккунӗн арчине ҫӗнӗ ҫар урапи ҫине лартнӑ та ӑна тӳпемре ларакан Аминадав ҫуртӗнчен турттарса тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫар урапине Аминадав ывӑлӗсем — Оза тата Ахио — тытса пынӑ.</verse>
				<verse number="4">Турӑ саккунӗн арчине лартнӑ ҫар урапине Аминадавӑн тӳпемре вырӑнаҫнӑ ҫуртӗнчен хускатса тухнӑ; [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчи умӗнче Ахио утса пынӑ.</verse>
				<verse number="5">Давид тата пӗтӗм Израиль ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кипарис йывӑҫӗнчен тунӑ сӑпрайсем каласа пынӑ, цитра, псалтирь, параппан, систр, кимвал сассисем янӑраса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Нахон йӗтемӗ тӗлне ҫитсессӗн вӑкӑрсем урапана тайӑлтарнӑ та, Оза, Турӑ саккунӗн арчи [ан ӳктӗр тесе,] аллине ун еннелле тӑснӑ.</verse>
				<verse number="7">Анчах Ҫӳлхуҫа Озана ҫилленнӗ, ҫапла чӑрсӑрланнӑшӑн Турӑ ӑна ҫавӑнтах, Турӑ саккунӗн арчи умӗнчех, вӗлерсе пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Озана вӗлерсе пӑрахнӑшӑн Давид питех те куляннӑ. Ҫав вырӑна паянхи кунчченех Оза вилнӗ вырӑн теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав кун Давид Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ те: Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хам пата епле илсе кӗрес-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Давид вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫынни Аведдар ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи Геф ҫынни Аведдар ҫуртӗнче виҫӗ уйӑх пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Аведдара тата унӑн пӗтӗм килне пилленӗ.</verse>
				<verse number="12">Давид патша патне «Турӑ саккунӗн арчишӗн Аведдара тата унӑн мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пилленӗ» тесе хыпар ҫитерсессӗн, Давид кайнӑ та Турӑ саккунӗн арчине Аведдар ҫуртӗнчен Давид хулине чаплӑн куҫарса килнӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракансем ултшар утӑм тумассерен вӑл парнелӗх пӑру тата така панӑ.</verse>
				<verse number="14">Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче савӑнӑҫлӑн сиккелесе-ташласа пынӑ, хӑй вӑл йӗтӗн ефод тӑхӑннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Давид тата мӗнпур Израиль халӑхӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫапла савӑнса, хаваслӑн кӑшкӑрса, трупа кӑшкӑртса ҫӗклесе пынӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулине илсе кӗнӗ чухне Мелхола, Саул хӗрӗ, чӳречерен пӑхса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче сиккелесе те ташласа пыракан Давид патшана курсассӑн, вӑл ӑна хӑй ӑшӗнче хурланӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине кӗлӗ чатӑрӗн варрине хӑйӗн вырӑнне лартнӑ, ку чатӑра Давид ун валли тутарнӑ пулнӑ; вара Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.</verse>
				<verse number="18">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ;</verse>
				<verse number="19">ун хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм халӑха, израильсен пысӑк йышне, [Данпа Вирсавия хушшинче пурӑнакансене] — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — кашнинех пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк ӑшаланӑ аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ. Вара ҫынсем килӗсене саланнӑ.</verse>
				<verse number="20">Давид хӑйӗн килне пиллеме таврӑнсан, Саул хӗрӗ Мелхола ӑна хирӗҫ тухнӑ [та ӑна саламласа] ҫапла каланӑ: паян Израиль патши хӑйне еплерех чапа кӑларчӗ, ниме тӑман ҫын ҫарамасланнӑ пек, хӑйӗн чурисен арӑмӗсем умӗнче ҫарамасланчӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Давид Мелхолӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнче [ташлӑп эпӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ], Вӑл мана санӑн аҫупа унӑн килӗнчен те маларах хучӗ, мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн, Израилӗн, ҫулпуҫӗ пулма ҫирӗплетрӗ; Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗвӗ те калӑп, ташлӑп та;</verse>
				<verse number="22">эпӗ хама тата ытларах та хурлӑп, хама хам ытларах та кӗҫӗне хурӑп, анчах эсӗ калакан хӑрхӑмсем умӗнче эпӗ мухтавлӑ пулӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Саул хӗрӗн Мелхолӑн вара хӑй виличчен те ача пулман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Патша хӑйӗн керменӗнче пурӑннӑ чухне, Ҫӳлхуҫа ӑна унӑн мӗнпур таврари тӑшманӗсенчен сыхӑ, лӑпкӑ усранӑ чухне</verse>
				<verse number="2">патша Нафан пророка ҫапла каланӑ: акӑ эпӗ кедр ҫуртра пурӑнатӑп, Турӑ саккунӗн арчи вара чатӑрта ларать, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Нафан патшана каланӑ: чӗрӳ мӗн шухӑшланине ту — Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Анчах ҫав ҫӗрлех Нафана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="5">кай та Манӑн Давид чурама кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Ман валли пурӑнмалли Ҫурт эсӗ тӑвасшӑн-им?</verse>
				<verse number="6">Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухнӑ вӑхӑтран пуҫласа паян кунччен Эпӗ хӑҫан Ҫуртра пурӑннӑ? хӳшӗре те чатӑрта анчах куҫса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="7">Пӗтӗм Израиль ывӑлӗпе пӗрле Эпӗ ӑҫта кӑна ҫӳремерӗм, анчах Хамӑн Израиль халӑхне кӗтсе ҫӳреме лартнӑ хӑш йӑха та пулин Эпӗ: «мӗншӗн Ман валли кедр Ҫурт лартмастӑр?» тесе пӗр сӑмах та пулин каланӑ-и?</verse>
				<verse number="8">Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм;</verse>
				<verse number="9">вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна тӗп турӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ Хамӑн халӑхӑм валли, Израиль валли, вырӑн тупса парӑп, ӑна унта тӗпленсе пурӑнмалла тӑвӑп, вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӳлӗмрен канӑҫсӑрланмӗ, усал ҫынсем ӑна унчченхи пек,</verse>
				<verse number="11">Хамӑн Израиль халӑхне ертсе пыма лартнӑ тӳресен вӑхӑтӗнчи пек, хӗсӗрлемӗҫ; мӗнпур тӑшманна тӗп туса тӑнӑҫлӑн усрӑп сана. Ҫӳлхуҫа сана пӗлтерсе хурать: Вӑл санӑн килне туса ҫитерӗ.</verse>
				<verse number="12">Кунусем вӗҫленсессӗн, эсӗ аҫусем патне ӗмӗрлӗх канӑҫа кайсассӑн, санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп.</verse>
				<verse number="13">Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ те, Эпӗ унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ; вӑл ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, Эпӗ ӑна ар туйипе этем ывӑлӗсем урлӑ хаса парӑп;</verse>
				<verse number="15">анчах унран Хамӑн ырӑлӑхӑма туртса илмӗп: вӑл Эпӗ сан умӑнтан сирнӗ Саул мӗн курнине — Манӑн ырӑлӑхӑмсӑр тӑрса юлнине — курмӗ.</verse>
				<verse number="16">Санӑн килӳ, санӑн патшалӑху Ман умӑмра ӗмӗр-ӗмӗр тӗреклӗ пулӗ, санӑн аслӑ пукану ӗмӗрӗпех тӗреклӗ ларӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫак мӗнпур сӑмаха тата хӑйне мӗн курӑннине Нафан йӑлтах Давида каласа панӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид патша Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, мана ҫаплах ҫӗклеме камах ӗнтӗ эпӗ, мӗнех ӗнтӗ манӑн килӗм?</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫакӑ та сахал пек курӑннӑ-ҫке Санӑн куҫу умӗнче; Эсӗ тата Хӑвӑн чурун килӗн малашлӑхне те пӗлтерсе хутӑн. Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, ара, Эсӗ ҫынсемпе ялан ҫапла калаҫатӑн-им?</verse>
				<verse number="20">Сана Давид тата мӗнех калама пултарӗ? Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ Хӑвӑн чуруна пӗлетӗн!</verse>
				<verse number="21">Эсӗ ҫакна Хӑвӑн сӑмахушӑн тата Хӑвӑн чӗрӳ хушнипе тӑватӑн — Хӑвӑн чуруна ҫак аслӑлӑха уҫса паратӑн.</verse>
				<verse number="22">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пур тӗлӗшпе те аслӑ! хамӑр хӑлхамӑрпа мӗн-мӗн илтнинчен пӗлетпӗр эпир: Сан евӗрли ҫук, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.</verse>
				<verse number="23">Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Хӑвӑн ятна чапа кӑларса, Хӑвӑн халӑху умӗнче аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, ӑна Египет аллинчен туртса илнӗ, унти халӑхсене, вӗсен туррисене хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="24">Эсӗ Израиль халӑхне ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн халӑху турӑн, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ унӑн Турри пулса тӑтӑн.</verse>
				<verse number="25">Халӗ вара, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Хӑвӑн чуру пирки, унӑн килӗ пирки каланӑ сӑмахна ҫирӗплет, Ху каланине тӳрре кӑлар.</verse>
				<verse number="26">Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑ пултӑр, ӗнтӗ ҫапла калаччӑр: Саваоф Ҫӳлхуҫа — Израиль Турри, теччӗр. Давид чурун килӗ Санӑн умӑнта тӗреклӗ пултӑр.</verse>
				<verse number="27">Эсӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑвӑн чуруна: «санӑн килне туса ҫитерӗп» тесе пӗлтертӗн те, Санӑн чуру хӑйӗн чӗрине Сана кӗлтума, ҫакӑ кӗлӗпе кӗлтума, хатӗрлесе ҫитерчӗ.</verse>
				<verse number="28">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ — Турӑ, Санӑн сӑмахусем шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвӑн чуруна пысӑк ырӑлӑх пӗлтерсе хутӑн.</verse>
				<verse number="29">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн чурун килне пиллеме кӑмӑл тусамччӗ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Санӑн умӑнта пултӑр — ӗнтӗ Эсӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлтерсе хутӑн. Эсӗ пиллӗх парсассӑн Санӑн чурун килӗ пиллӗхлӗ пулӗ, ӗмӗр-ӗмӗр вӑл [Сан умӑнта тӑрӗ].</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид филистимсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, парӑнтарнӑ вӗсене, Давид филистимсен аллинчен Мефег-Гаамма хулине туртса илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл моавсене те парӑнтарнӑ, вӗсене ҫӗр ҫине вырттарса тухнӑ та рете вӗренпе виҫеленӗ; вӗлермешкӗн икӗ вӗренлӗх, чӗрӗ хӑвармашкӑн пӗр вӗренлӗх виҫнӗ. Моавсем вара Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="4">Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="5">Сува патшине Адраазара пулӑшма Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, ҫитнӗ; Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="6">Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал ҫарӗсем тӑратнӑ та, Сири ҫыннисем Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Давид ӗнтӗ, Адраазар чурисенчен ылтӑн хулканӗсене туртса илсе, вӗсене Иерусалима илсе кайнӑ. [Кайран вӗсене Египет патши Сусаким, Соломон ывӑлӗ Ровоам вӑхӑтӗнче Иерусалима тапӑнсан, туртса илнӗ.]</verse>
				<verse number="8">Беф хулипе Бероф хулинче — Адраазар хулисенче — Давид патша питӗ нумай пӑхӑр ярса илнӗ, [унран Соломон пӑхӑр тинӗспе пӑхӑр юпасем, ҫӑвӑнмалли савӑтсем тата ытти савӑт-сапа тутарнӑ].</verse>
				<verse number="9">Фой — Имаф патши — Давид Адраазарӑн пӗтӗм ҫарне аркатса тӑкни ҫинчен илтнӗ те</verse>
				<verse number="10">Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Адраазар Фоя хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ пулнӑ. Иорам хӑйпе пӗрле ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="11">Давид патша ҫакна та Ҫӳлхуҫана халалланӑ, хӑй пӑхӑнтарнӑ мӗнпур халӑхсенчен — Сири ҫыннисемпе моавсенчен, аммонсемпе филистимсенчен, амаликсенчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те, Адраазартан — Рехов ывӑлӗнчен, Сува патшинчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те Турра халалланӑ.</verse>
				<verse number="12"></verse>
				<verse number="13">Давид, Тӑварлӑ айлӑмра Сири ҫыннисене вунсакӑр пин аркатса таврӑнсан, хӑйӗн ятне чапа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӑл Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратса тухнӑ; пӗтӗм Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратнӑ хыҫҫӑн идумейсем пурте Давид чури пулса тӑнӑ. Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида пур ҫӗрте те Турӑ упранӑ.</verse>
				<verse number="15">Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхне тӳрӗ сут туса, тӗрӗссине туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ,</verse>
				<verse number="17">Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Ахимелех — священниксем, Сераия — ҫыруҫӑ,</verse>
				<verse number="18">Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнчи пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Давид каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин чӗрӗ юлман-ши? эпӗ ӑна Ионафаншӑн ырӑ тунӑ пулӑттӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Саул килӗнче Сива ятлӑ чура пулнӑ; вара ӑна Давид патне чӗнсе илнӗ те, патша ӑна каланӑ: эсӗ Сива-и? тенӗ. Лешӗ: эпӗ, санӑн чуру, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Патша каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин ҫук-ши? эпӗ ӑна Турӑ ырӑлӑхне кӳнӗ пулӑттӑм, тенӗ. Сива патшана каланӑ: Ионафан ывӑлӗ пур, уксах ураллӑскер, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Патша ӑна каланӑ: ӑҫта вӑл? тенӗ. Сива ӗнтӗ патшана каланӑ: вӑл Аммиэл ывӑлӗ Махир килӗнче, Лодевар хулинче, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид патша ҫынсем янӑ та, ӑна Лодевартан Аммиэл ывӑлӗ Махир килӗнчен илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="6">Мемфивосфей — Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ — Давид патне килнӗ те [патшана] ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Давид: Мемфивосфей! тенӗ. Лешӗ: санӑн чуру кунтах, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Давид ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра; эпӗ сана аҫушӑн, Ионафаншӑн, ырӑ тӑвӑп, сана Саул аслаҫун пӗтӗм уй-хирне тавӑрса парӑп, эсӗ яланах ман сӗтелӗм хушшинче ҫӑкӑр ҫийӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">[Мемфивосфей] пуҫҫапнӑ та каланӑ: камах ӗнтӗ санӑн чуру — эсӗ мана, вилӗ йытӑ евӗрлӗскерне, хӑвӑн хӳттӳне илетӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ;</verse>
				<verse number="10">ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ. Сиван вунпилӗк ывӑл тата ҫирӗм чура пулнӑ;</verse>
				<verse number="11">Сива патшана ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн хушнине унӑн чури йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ. Мемфивосфей вара, патша ывӑлӗсенчен пӗри пулнӑ пек, [Давид] сӗтелӗ хушшинче патшапа пӗрле апат ҫинӗ.</verse>
				<verse number="12">Мемфивосфейӗн Миха ятлӑ пӗчӗк ывӑлӗ пулнӑ. Сива ҫуртӗнче пурӑнакансем пурте Мемфивосфей чури пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Мемфивосфей ӗнтӗ Иерусалимра пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл яланах патша сӗтелӗ хушшинче апатланнӑ. Вӑл икӗ урипе те уксахланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн аммонсен патши вилнӗ, ун вырӑнне унӑн ывӑлӗ Аннон патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Давид каланӑ: Аннона — Наас ывӑлне — ашшӗ хама ырӑ тунӑшӑн ырӑ тӑвам-ха, тенӗ. Давид хӑйӗн тарҫисене ашшӗ вилнишӗн кулянакан Аннона лӑплантарма янӑ. Давид тарҫисем аммонсен ҫӗрне пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона, хӑйсен хуҫине, ҫапла каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем янӑ тесе шутлатӑн-им эсӗ? хула пӑхма, унта мӗн пуррине курса кайма, кайран ӑна килсе аркатма яман-и Давид хӑйӗн тарҫисене? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Аннон вара Давид тарҫисене ярса тытнӑ та кашнийӗн ҫур сухалне хырса янӑ, тумтирӗсене те ҫурри таран, пилӗк таран, касса кӗскетнӗ те каялла кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="5">Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл вӗсене хирӗҫ ҫын янӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсене питех те чыссӑрлатнӑ пулнӑ. Патша вӗсене ҫапла калама хушнӑ: сухалӑр ӳссе ҫитиччен Иерихонра пулӑр, кайран тин таврӑнӑр.</verse>
				<verse number="6">Аммонсем ӗнтӗ хӑйсем Давидӑн курайман ҫыннисем пулса тӑнине туйса илнӗ; вара вӗсем кӗрӗшнӗ ҫар пуҫтарнӑ: Беф-Реховра тата Сувара пурӑнакан Сири ҫыннисенчен ҫирӗм пин ҫуран ҫынна, [Амалик] патшинчен Маахаран пин ҫынна, Истов ҫӗрӗнчен вуникӗ пин ҫынна тара илнӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн Давид вӗсене хирӗҫ Иоав ертсе пыракан паттӑрсен ҫарне кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="8">Аммонсем тухнӑ та хула хапхи ҫывӑхӗнче ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ, Сувапа Реховран килнӗ Сири ҫыннисем тата Истовран, Мааха патша патӗнчен килнисем вара хирте уйрӑммӑн тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Иоав тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курнӑ та, Израилӗн чи паттӑр ҫар ҫыннисене суйласа илсе, вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ;</verse>
				<verse number="10">ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, вӗсене аммонсене хирӗҫ йӗркелесе тӑратма хушнӑ.</verse>
				<verse number="11">Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан, мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан, сана эпӗ пулӑшма пырӑп;</verse>
				<verse number="12">хӑюллӑ пул, хамӑр халӑхшӑн, хамӑр Туррӑмӑр хулисемшӗн ҫирӗп тӑрӑпӑр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйне кирлӗ пек тутӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иоав тата унпа пӗрле пулнӑ халӑх Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ те, лешӗсем унран тарма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="14">Аммонсем вара, Сири ҫыннисем тарнине курса, Авессаран тарма пуҫланӑ та хулана кӗрсе пытаннӑ. Иоав ӗнтӗ аммонсем патӗнчен Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Сири ҫыннисем, хӑйсене израильсем ҫӗнтернине курса, пӗрле пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Адраазар ӗнтӗ [Халамак] шывӗн леш енче пурӑнакан Сири ҫыннисене чӗнтерсе илнӗ, лешӗсем Елам хули патне пынӑ; вӗсене Адраазарӑн ҫарпуҫӗ Совак ертсе пынӑ.</verse>
				<verse number="17">Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл израильсене пурне те пуҫтарнӑ та Иордан урлӑ каҫса Елам патне ҫитнӗ. Сири ҫыннисем Давида хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ та ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="18">Сири ҫыннисем Израиль ҫарӗнчен тарма пуҫланӑ. Давид Сири ҫыннисен ҫичҫӗр ҫар урапине, хӗрӗх пин юланутҫине тӗп тунӑ; Совак ҫарпуҫа та амантнӑ, вӑл унтах вилсе выртнӑ.</verse>
				<verse number="19">Адраазара пӑхӑнса тӑракан патшасем, хӑйсене израильсем аркатса тӑкнине курсассӑн, израильсемпе килӗшӳ тунӑ та ӑна пӑхӑннӑ. Сири ҫыннисем вара аммонсене текех пулӑшма хӑранӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Давид Иоава, унпа пӗрле хӑйӗн тарҫисене тата израильсенӗн пӗтӗм ҫарне вӑрҫа кӑларса янӑ; вара вӗсем аммонсене парӑнтарнӑ та Равва хулине хупӑрласа илнӗ; Давид Иерусалимра юлнӑ.</verse>
				<verse number="2">Пӗррехинче каҫхине Давид вырӑн ҫинчен тӑрсан, патша керменӗн лаптак тӑрринче уткаласа ҫӳренӗ чухне, шыва кӗрекен хӗрарӑма курах кайнӑ; хӗрарӑмӗ питӗ хитре пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вара Давид ку хӗрарӑм кам иккенне пӗлме янӑ. Ӑна ҫапла пӗлтернӗ: ку — Вирсавия, Елиам хӗрӗ, хет ҫыннин Уриян арӑмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Давид хӑйӗн тарҫисене ӑна илсе килме янӑ; хӗрарӑм ӗнтӗ ун патне килнӗ, Давид унпа ҫывӑрнӑ. Тасамарлӑхӗнчен тасалсассӑн, Вирсавия хӑйӗн килне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Ку хӗрарӑмӑн ҫие юлнӑ та, вӑл Давид патне «эпӗ йывӑрлантӑм» тесе пӗлтерме ҫын янӑ.</verse>
				<verse number="6">Давид вара Иоав патне ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: хет ҫыннине Урияна ман патӑма килме кала. Иоав ӗнтӗ Урияна Давид патне янӑ.</verse>
				<verse number="7">Урия ун патне килнӗ те, Давид унран Иоав ҫинчен, ҫар ҫыннисем ҫинчен тата вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="8">Давид Урияна каланӑ: килне кай та уруна ҫу, тенӗ. Урия патша керменӗнчен тухнӑ кӑна, ун хыҫҫӑнах патша парнине йӑтса пынӑ.</verse>
				<verse number="9">Анчах Урия патша керменӗн хапхи умӗнчех хуҫи тарҫисемпе пӗрле ҫывӑрнӑ, килне кайман.</verse>
				<verse number="10">Давида ҫапла каласа хыпар ҫитернӗ: Урия килне каймарӗ, тенӗ. Давид вара Урияна каланӑ: акӑ эсӗ аякран килнӗ, мӗншӗн-ха хӑвӑн килне каймарӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Урия Давида каланӑ: [Турӑ] саккунӗн арчи те, Израиль те, Иуда та — чатӑрсенче, Иоав хуҫамӑм та, хуҫамӑн чурисем те — хирте, манӑн вара килӗме ӗҫме те ҫиме тата арӑмӑмпа ҫывӑрма каймаллаччӗ-и? санӑн пурӑнӑҫупа, санӑн чунун пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ ҫапла тӑваймастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид Урияна каланӑ: паянлӑха та кунтах юл, ыран сана кӑларса ярӑп, тенӗ. Урия тепӗр кунччен Иерусалимрах юлнӑ.</verse>
				<verse number="13">Давид ӑна хӑй патне чӗннӗ, Урия патша умӗнче ҫинӗ те, ӗҫнӗ те, Давид ӑна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ. Анчах Урия каҫпа та килне кайман, каллех хуҫи чурисемпе пӗрле ҫывӑрнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ир ҫинче Давид вара Иоав патне ҫыру ҫырнӑ та ӑна Урия урлӑ парса янӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ӑҫта чи вирлӗ ҫапӑҫу пулать, Урияна ҫавӑнта тӑрат, хӑвӑр унран пӑрӑнӑр, вӑл вилмелли вырӑнта тӑтӑр, вилтӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа та, хулана ҫавӑрса илнӗ чухне аммонсен чи харсӑр ҫыннисем хӑш тӗлте хӳтӗленнине пӗлсе, Иоав ҫав вырӑна Урияна тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫынсем хуларан тухнӑ та Иоавпа ҫапӑҫу пуҫарнӑ, халӑх хушшинчен тата Давид тарҫисем хушшинчен темиҫе ҫын пӗтнӗ; вӗсемпе пӗрле хет ҫыннине Урияна та вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="18">Вара Иоав ҫапӑҫу мӗнле иртни ҫинчен Давида пӗлтерме ҫын янӑ.</verse>
				<verse number="19">Каякан ҫыннине ҫапла хушса янӑ: эсӗ патшана ҫапӑҫу ҫинчен каласа панӑ чухне</verse>
				<verse number="20">патша ҫилленсе кайнине курсассӑн, вӑл сана ҫапла каласассӑн: «Мӗншӗн эсир хула ҫывӑхнех ҫапӑҫма пынӑ? эсир хӑвӑра хӳме ҫинчен пеме пултарасса пӗлмен-им?</verse>
				<verse number="21">Авимелеха, Иероваал ывӑлне, кам вӗлерчӗ? хӳме ҫинчен арман чулӗн катӑкне пӑрахаканӗ, [ӑна лектерекенӗ] хӗрарӑм пулмарӗ-и-ха, ҫавна пула вӑл Тевецра вилмерӗ-и-ха? Мӗншӗн эсир хӳме ҫывӑхнех пынӑ?» тесессӗн, эсӗ: «санӑн чуру хет ҫынни Урия та вилчӗ» теме ан ман, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">[Иоав янӑ ҫын патша патне Иерусалима] ҫитнӗ те Иоав мӗн хушса янине, ҫапӑҫу мӗнле пулса иртнине пӗтӗмпех Давида каласа кӑтартнӑ. [Давид Иоава ҫилленсе кайса ҫав ҫынна каланӑ вара: мӗншӗн эсир хула ҫывӑхнех ҫапӑҫма пынӑ? эсир хӑвӑра хӳме ҫинчен пеме пултарасса пӗлмен-им? Авимелеха, Иероваал ывӑлне, кам вӗлерчӗ? хӳме ҫинчен арман чулӗн катӑкне пӑрахаканӗ хӗрарӑм пулмарӗ-и-ха, ҫавна пула вӑл Тевецра вилмерӗ-и-ха? Мӗншӗн эсир хӳме ҫывӑхнех пынӑ? тенӗ.]</verse>
				<verse number="23">Иоав янӑ ҫын Давида каланӑ: ҫав ҫынсем пире хӳтерме тытӑнчӗҫ, пирӗн пата хирех тухрӗҫ, эпир вӗсене хапха умне ҫитиех хӑваларӑмӑр;</verse>
				<verse number="24">вара тӗкӗрҫӗсем хӳме ҫинчен санӑн чурусене пеме пуҫларӗҫ те, патша чурисенчен хӑш-пӗри вилчӗ; санӑн чуру та, хет ҫынни Урия, вилчӗ.</verse>
				<verse number="25">Давид вара Иоав янӑ ҫынна каланӑ: Иоава кала: «Ку ӗҫ сана ан пӑшӑрхантартӑр — хӗҫ вӑл пӗр чухне пӗрин, тепӗр чухне тепӗрин пуҫне ҫиет; хулана хирӗҫ вирлӗрех ҫапӑҫ та аркатса тӑк ӑна». Ҫапла хавхалантар ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Урия арӑмӗ хӑйӗн упӑшки вилни ҫинчен илтнӗ те уншӑн хытӑ макӑрнӑ.</verse>
				<verse number="27">Хӳхлев вӑхӑчӗ иртсессӗн Давид ҫын янӑ та ӑна хӑйӗн килне илсе килтернӗ. Вӑл вара Давид арӑмӗ пулса тӑнӑ, ӑна ывӑл ҫуратса панӑ. Давид тунӑ ҫак ӗҫ Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вара Давид патне Нафан [пророка] янӑ, лешӗ ун патне пынӑ та каланӑ: пӗр хулара икӗ ҫын пулнӑ, пӗри — пуян, тепӗри — чухӑн;</verse>
				<verse number="2">пуяннин вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та питӗ йышлӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="3">чухӑннин вара пӗртен-пӗр сурӑхсӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӑл ӑна путеклех туяннӑ та ҫитерсе ӳстернӗ, ҫак путек унӑн ачисемпе пӗрле ӳснӗ; унӑн ҫиес ҫӑкӑрне ҫинӗ, унӑн алтӑрӗнчен ӗҫнӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ҫывӑрнӑ, вӑл уншӑн хӗрӗ пекех пулнӑ;</verse>
				<verse number="4">пуян ҫын патне ҫулҫӳрен кӗнӗ те, лешӗ ҫулҫӳрен валли [апат] хатӗрлеме хӑйӗн сурӑхне е вӑкӑрне хӗрхеннӗ, вӑл ӗнтӗ чухӑнӑн сурӑхне пуснӑ та ҫав ҫын валли апат хатӗрленӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид ҫак ҫынна тарӑхса кайнӑ та Нафана каланӑ: Турӑ пур! ҫавӑн пек тунӑ ҫын вилӗме тивӗҫлӗ;</verse>
				<verse number="6">ҫапла тунӑшӑн, хӗрхенме пӗлменшӗн унӑн сурӑхшӑн тӑватӑ хут тӳлемелле, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Нафан вара Давида каланӑ: [ҫавӑн пек тунӑ] ҫын — эсӗ вӑл, тенӗ. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗртӗм, Эпӗ сана Саул аллинчен хӑтартӑм,</verse>
				<verse number="8">сана хуҫун ҫуртне тата хуҫун арӑмӗсене патӑм, сана Израильпе Иуда килне патӑм, [саншӑн] ҫакӑ та сахал пулсассӑн, сана тата та хушса панӑ пулӑттӑм;</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне уямарӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн? Хет ҫыннине Урияна эсӗ хӗҫпе вӗлертӗн; унӑн арӑмне хӑвӑн арӑму турӑн, Урияна вара аммонсен хӗҫӗпе вӗлертӗн;</verse>
				<verse number="10">Мана уяманшӑн тата хет ҫыннин Уриян арӑмне хӑвӑн арӑму пулма илнӗшӗн санӑн килӳнтен ӗмӗрӗпе те хӗҫ хӑпмӗ, тесе калать, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла калать Ҫӳлхуҫа: акӑ Эпӗ сан ҫине хӑвӑн килӳнтенех усаллӑх ярӑп, хӑвӑн куҫу умӗнчех арӑмусене илӗп те вӗсене хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна парӑп, вӑл вара санӑн арӑмусемпе ҫак хӗвел умӗнчех ҫывӑрӗ;</verse>
				<verse number="12">эсӗ вӑрттӑн турӑн, Эпӗ вара ҫакна пӗтӗм Израиль умӗнче, хӗвел умӗнче тӑвӑп, тет.</verse>
				<verse number="13">Давид ӗнтӗ Нафана каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗм, тенӗ. Нафан Давида каланӑ: Ҫӳлхуҫа санӑн ҫылӑхна каҫарчӗ; эсӗ вилместӗн,</verse>
				<verse number="14">анчах эсӗ ҫак ӗҫӳпе Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсене Ӑна хурлама сӑлтав тупса патӑн, ҫавӑнпа та санӑн ҫуралнӑ ывӑлу вилӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Нафан ӗнтӗ килне кайнӑ. Давида Урия арӑмӗ ҫуратса панӑ ача вара Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе чирлесе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="16">Давид ӗнтӗ ачашӑн Турра тархасласа кӗлтунӑ, Давид типӗ тытнӑ, пӗр-пӗччен ҫӗр ҫинче выртса ҫӗр каҫнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ун патне хӑй йӑхӗнчи аслӑ ҫынсем пынӑ, ӑна ҫӗртен ҫӗклесе тӑратасшӑн пулнӑ; анчах вӑл тӑрасшӑн пулман, вӗсемпе пӗрле апат та ҫимен.</verse>
				<verse number="18">Ҫиччӗмӗш кунхине ача вилнӗ, тарҫисем Давида ача вилсе кайни ҫинчен пӗлтерме хӑранӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: ача пурӑннӑ чухне эпир ӑна йӑпатса калаҫаттӑмӑр, вӑл пире ун чухне те итлемерӗ, «ача вилчӗ» тесе мӗнле калас-ха ӑна? Вӑл мӗн те пулин ырӑ мар ӗҫ туса хурӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Давид ӗнтӗ тарҫисем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнине курнӑ та ача вилнине ӑнкарса илнӗ, Давид хӑйӗн тарҫисенчен ыйтнӑ: ача вилчӗ-им? тенӗ. Ӑна: вилчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ун хыҫҫӑн Давид ҫӗр ҫинчен тӑнӑ, ҫӑвӑннӑ, ҫупа сӗрӗннӗ, тумтирне улӑштарнӑ, вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, кӗлтунӑ. Киле таврӑнсассӑн хӑйне апат пама хушнӑ та, вӑл апатланнӑ.</verse>
				<verse number="21">Тарҫисем ӑна каланӑ: эсӗ мӗншӗн ҫапла тӑватӑн? ача чӗрӗ чухне эсӗ типӗ тытрӑн, макӑртӑн, [ҫывӑрмарӑн]; ача вилчӗ те, эсӗ ура ҫине тӑтӑн, апат ҫирӗн, [ӗҫрӗн], тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Давид каланӑ: ача чӗрӗ чухне эпӗ типӗ тытрӑм, макӑртӑм, кам пӗлес пур, тен, Ҫӳлхуҫа мана каҫарӗ те, ача чӗрӗ юлӗ тесе шухӑшларӑм.</verse>
				<verse number="23">Халӗ вара ача вилчӗ; мӗншӗн типӗ тытмалла-ха манӑн? Эпӗ ӑна каялла тавӑрӑп-и? Эпӗ ун патне кайӑп, анчах вӑл ман патӑма таврӑнмӗ.</verse>
				<verse number="24">Давид ӗнтӗ хӑйӗн арӑмне Вирсавияна йӑпатнӑ, ун патне кӗнӗ, унпа ҫывӑрнӑ; Вирсавия [йывӑрланнӑ та] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна Соломон тесе ят панӑ. Ҫӳлхуҫа Соломона юратнӑ,</verse>
				<verse number="25">Вӑл унта Нафан пророка янӑ та, лешӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх ачана Иедидиа тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="26">Иоав ӗнтӗ аммонсен хулине Раввӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, патша хулине халь-халь ярса илесси ҫеҫ юлнӑ.</verse>
				<verse number="27">Иоав вара Давид патне ҫапла калама ҫын янӑ: эпӗ Раввӑна тапӑнтӑм та хула шывне ярса илтӗм;</verse>
				<verse number="28">халӗ ӗнтӗ ытти халӑха пуҫтар та хула патне килсе ӑна ярса ил: эпӗ ярса илес пулсассӑн, ӑна манӑн ята парӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Давид вара пӗтӗм халӑха пуҫтарнӑ та Равва патне ҫитнӗ, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна туртса илнӗ.</verse>
				<verse number="30">Давид вӗсенӗн патши пуҫӗнчен пуҫкӑшӑльне хывса илнӗ, — унта пӗр талант ылтӑн та темӗн чухлӗ хаклӑ йышши чул пулнӑ, — Давид ӑна хӑйӗн пуҫне тӑхӑннӑ, тата хуларан питӗ нумай пурлӑх илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="31">Унти халӑха вара хуларан илсе тухнӑ та вӗсене пӑчкӑ, тимӗр тӑпачӑ, тимӗр пуртӑ айне тунӑ, вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахнӑ. Аммонсен мӗнпур хулине вӑл ҫапла тунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид тата пӗтӗм халӑх Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Каярахпа акӑ мӗн пулса иртнӗ: Авессаломӑн, Давид ывӑлӗн, Фамарь ятлӑ хитре йӑмӑкӗ пулнӑ, ӑна Давид ывӑлӗ Амнон юратса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="2">Амнон ӗнтӗ тем тӗрлӗ ҫуннӑ, Фамаре пула, хӑйӗн йӑмӑкне пула, чирлесех кайнӑ: вӑл чыслӑ хӗр пулнӑ та, Амнона ҫак хӗре нимӗн те тума май ҫук пек туйӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Амнонӑн вара Ионадав ятлӑ тусӗ пулнӑ, ҫавӑ — Давид пиччӗшӗн Самайӑн ывӑлӗ — питӗ чее ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл Амнона каланӑ: патша ывӑлӗ, мӗне пула кунсерен ырханланса пыратӑн эсӗ, чунна уҫса памӑн-и мана? тенӗ. Амнон ӑна каланӑ: эпӗ Фамаре, Авессалом шӑллӑмӑн йӑмӑкне, юрататӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ионадав ӑна каланӑ: вырӑну ҫине вырт та чирленӗ пек пул; сана аҫу курма килсессӗн, ҫапла кала ӑна: Фамарь йӑмӑкӑм килтӗрччӗ те мана апат ҫитерсе вӑй-хал кӳтӗрччӗ, апатне манӑн куҫӑм умӗнчех хатӗрлетӗрччӗ, эпӗ курса тӑрам та ун аллинчен ҫием.</verse>
				<verse number="6">Амнон чирленӗ пек пулса выртнӑ, патша ӑна курма килнӗ; вара Амнон патшана каланӑ: Фамарь йӑмӑкӑм килтӗрччӗ те манӑн куҫӑм умӗнчех пӗр-икӗ пашалу пӗҫертӗрччӗ, эпӗ унӑн аллинчен ҫием, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Патша вара Фамарь патне ҫапла калама ҫын янӑ: Амнон пиччӳ килне кай та ӑна апат хатӗрлесе пар.</verse>
				<verse number="8">Фамарь ӗнтӗ Амнон пиччӗшӗн килне кайнӑ; лешӗ вара вырӑнпах выртнӑ. Фамарь ҫӑнӑх илнӗ те чуста ҫӑрнӑ, Амнон куҫӗ умӗнчех пашалу пӗҫернӗ,</verse>
				<verse number="9">унтан пашалӑвне ҫатма ҫинчен илнӗ те Амнон умне хурса панӑ; анчах вӑл ҫиесшӗн пулман. Амнон: пурте тухчӑр ман патӑмран, тенӗ. Ун патӗнчи ҫынсем пурте тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Амнон вара Фамаре каланӑ: апата шалти пӳлӗме илсе кай, эпӗ санӑн аллунтан ҫийӗп, тенӗ. Фамарь хӑй хатӗрленӗ пашалусене илнӗ те Амнон пиччӗшӗ валли шалти пӳлӗме илсе кӗнӗ.</verse>
				<verse number="11">Фамарь апата пиччӗшне ҫитересшӗн ун умне хунӑ чухне Амнон ӑна аллинчен ярса тытнӑ та: кил, вырт манпа пӗрле, йӑмӑкӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Анчах Фамарь каланӑ: ҫук, пиччем, ан чыссӑрлат мана, Израильре ун пек тумаҫҫӗ; ӑссӑрла ан хӑтлан.</verse>
				<verse number="13">Чыссӑрлӑха тухсассӑн, эпӗ, эпӗ ӑҫта кайса кӗрем-ха? Эсӗ, эсӗ вара Израильре ӑссӑррисенчен пӗри пулӑн; эсӗ патшапа калаҫса пӑх; вӑл мана сана качча пама хирӗҫ пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Анчах Амнон ӑна итлесшӗн те пулман, ӑна вӑйпах пӑхӑнтарса пусмӑрланӑ, унпа пӗрле выртнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑн хыҫҫӑн Амнон ӑна хӑрушла курайми пулнӑ, унӑн курайманлӑхӗ малтанхи юратӑвӗнчен те вӑйлӑрах пулнӑ; вара Амнон ӑна: тӑр та тухса кай, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">[Фамарь] ӑна каланӑ: ҫук, [пиччем]; мана хӑваласа яни — малтан тунӑ ӗҫӳнтен те усалрах, тенӗ. Анчах Амнон ӑна итлесшӗн те пулман.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн тарҫине чӗнсе илнӗ те каланӑ: ҫакна ман патӑмран хӑваласа кӑларса яр та алӑка ун хыҫӗнчен питӗрсе ил, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Фамарь ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ тумтир пулнӑ: патша хӗрӗсем ҫакӑн пек тумпа ҫӳренӗ. Тарҫӑ ӑна кӑларса янӑ та ун хыҫӗнчен алӑка питӗрсе илнӗ.</verse>
				<verse number="19">Фамарь ӗнтӗ пуҫӗ ҫине тусан сапса, ҫийӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, аллине пуҫӗ ҫине хурса ӗсӗклесе йӗрсе пынӑ.</verse>
				<verse number="20">Авессалом, пӗртӑван пиччӗшӗ, ӑна каланӑ: Амнон пиччӳ санпа пӗрле пулнӑ мар-и? Анчах халӗ ан шарла, йӑмӑкӑм; вӑл — санӑн пиччӳ; ку ӗҫшӗн чӗрӳне ан амант, тенӗ. Фамарь вара Авессалом пиччӗшӗн килӗнче пӗччен пуҫӑн пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Давид патша ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те ҫав тери тарӑхса кайнӑ, [анчах хӑйӗн ывӑлӗн Амнонӑн чунне хурлантарман, мӗншӗн тесессӗн ӑна юратнӑ, вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ].</verse>
				<verse number="22">Авессалом вара Амнонпа начар та, лайӑх та калаҫман; Авессалом ӗнтӗ Амнона хӑйӗн Фамарь йӑмӑкне чыссӑрлатнӑшӑн курайми пулса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="23">Икӗ ҫултан Авессаломӑн Ефрем ҫӗрӗнчи Ваал-Гацорта сурӑх ҫӑмӗ касмалла пулнӑ та, вӑл патша ывӑлӗсене пурне те унта хӑнана чӗннӗ.</verse>
				<verse number="24">Авессалом патша патне пынӑ та каланӑ: акӑ паян санӑн чуру патӗнче сурӑх ҫӑмӗ касаҫҫӗ; патшапа унӑн тарҫисем пыччӑрччӗ чурупа пӗрле, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Анчах патша Авессалома каланӑ: ҫук, ывӑлӑм, эпир пурте пымӑпӑр, сана йывӑр ан килтӗр, тенӗ. Авессалом ӑна ҫине тӑрсах тархасланӑ, анчах патша пырас темен, вӑл ҫав уява патшасӑрах ирттерме пилленӗ.</verse>
				<verse number="26">Авессалом ӑна каланӑ: апла пулсан пирӗнпе пӗрле Амнон пиччем пытӑр, тенӗ. Патша ӑна: мӗншӗн унӑн санпа пӗрле пымалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Авессалом патшана ӳкӗте кӗртнӗ те, вӑл унпа пӗрле Амнона тата патша ывӑлӗсене пурне те кайма ирӗк панӑ. [Авессалом вара патшасем тӑвакан ӗҫкӗ-ҫикӗ евӗрлех ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.]</verse>
				<verse number="28">Авессалом хӑйӗн тарҫисене хытарсах каласа хунӑ: сыхӑ пулӑр, Амнон чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсассӑнах, эпӗ сире: «Амнона тапӑнӑр» тейӗп те, эсир хӑраса ан тӑрӑр — вӗлерӗр ӑна; эпӗ сире ҫапла хушатӑп, хӑюллӑ та паттӑр пулӑр.</verse>
				<verse number="29">Авессалом тарҫисем вара хӑйсен хуҫи хушнӑ пекех тунӑ: Амнона вӗлернӗ. Ӗнтӗ патша ывӑлӗсем сиксе тӑнӑ та, кашнийӗ хӑйӗн ашакла лашине утланса тарнӑ.</verse>
				<verse number="30">Вӗсем ҫул ҫинче чухнех Давид патне «Авессалом патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ, вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлман» тенӗ хыпар ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="31">Вара патша тӑнӑ та ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ, ҫӗре ӳкнӗ, ун умӗнчи тарҫисем те пурте тумтирӗсене туртса ҫурнӑ.</verse>
				<verse number="32">Анчах та Ионадав — Давид пиччӗшӗн Самайӑн ывӑлӗ — ҫапла каланӑ: [патша] хуҫамӑм патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ тесе ан шухӑшлатӑрах; пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ: Авессалом ҫак ӗҫе хӑйӗн йӑмӑкне Амнон чыссӑрлатнӑ кунах шухӑшласа хунӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="33">ӗнтӗ патша хуҫамӑм хӑйӗн пур ывӑлӗ те вилнӗ тесе ан хуҫӑлтӑрах: пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Авессалом тухса тарнӑ. Хула хапхи патӗнче тӑракан хуралҫӑ пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ сӑрт тайлӑмӗнчи ҫулпа йышлӑ халӑх килет. [Хуралҫӑ патша патне пырса пӗлтернӗ: эпӗ сӑрт тайлӑмӗпе иртекен Орон ҫулӗ ҫинче ҫынсем пынине куртӑм, тенӗ.]</verse>
				<verse number="35">Ионадав вара патшана каланӑ: патша ывӑлӗсем килеҫҫӗ; сан чуру мӗнле каларӗ, ҫапла пулса тухрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Вӑл ҫакна калама ӗлкӗрнӗ ҫеҫ — акӑ патша ывӑлӗсем ҫитнӗ те кӑшкӑрашса макӑрма тытӑннӑ. Патша хӑй те, унӑн мӗнпур тарҫи те татӑлса макӑрнӑ.</verse>
				<verse number="37">Авессалом, тухса тарса, Фалмай патне — Емиуд ывӑлӗ, Гессур патши патне — [Хамаахад ҫӗрне] кайнӑ. Давид [патша] хӑйӗн ывӑлӗшӗн кашни кунах макӑрнӑ.</verse>
				<verse number="38">Авессалом тухса тарнӑ та Гессура ҫитнӗ, унта виҫӗ ҫул пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="39">Давид патша Авессалома йӗрлес темен: ӗнтӗ вӑл лӑпланнӑ, Амнон вилӗмӗшӗн текех хуйхӑрман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Иоав — Саруия ывӑлӗ — патша чӗри Авессалом майлӑ ҫаврӑннине асӑрханӑ.</verse>
				<verse number="2">Иоав вара Фекоя хулине ҫын янӑ та унтан пӗр ӑслӑ хӗрарӑма илсе килтернӗ, ҫавна каланӑ вӑл: макӑракан ҫын пек пул та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе ан сӗрӗн, вилнӗ ҫыншӑн темиҫе кун макӑрнӑ ҫын пек пул;</verse>
				<verse number="3">вара патша патне кай та ҫапла-ҫапла тесе кала, тенӗ. Иоав ӑна мӗн каламаллине ӑнлантарса панӑ.</verse>
				<verse number="4">Фекоя хӗрарӑмӗ патша патне кӗнӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ: пулӑшсамччӗ, патша, [пулӑшсамччӗ]! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Патша ӑна: мӗн кирлӗ сана? тенӗ. Хӗрарӑм каланӑ: эпӗ [тахҫанах] тӑлӑх арӑм, упӑшкам вилчӗ;</verse>
				<verse number="6">санӑн хӑрхӑмун икӗ ывӑлччӗ; вӗсем хирте хирӗҫсе кайнӑ та, вӗсене уйӑракан пулман, вара пӗри тепӗрне вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="7">Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тӑван санӑн хӑрхӑмна хирӗҫ тӑчӗ: «хӑйӗн тӑванне вӗлерекене пар-ха пире; эпир ӑна тӑванӗн чунне пӗтернӗшӗн вӗлерӗпӗр, вӑл тӗпчӗк пулнине те пӑхса тӑмӑпӑр, тӗп тӑвӑпӑр» теҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем манӑн юлашки хӗлхеме те сӳнтерӗҫ, ҫӗр пичӗ ҫинче упӑшкам ячӗ те, йӑх ячӗ те юлмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Патша хӗрарӑма каланӑ: лӑплан та килне кай, эпӗ сан пирки хушу парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Патша каланӑ: сана хирӗҫ тӑракана ман патӑма илсе кил те, вӑл сана текех тӑрӑнаймӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Хӗрарӑм каланӑ: патша, юншӑн тавӑракансем йышланмӗҫ тата ман ывӑлӑма тӗп тумӗҫ тесе, Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тупа ту, тенӗ. Вара патша каланӑ: Турӑ пур! сан ывӑлун ҫӳҫ пӗрчи те ҫӗре ӳкмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Хӗрарӑм каланӑ: хӑвӑн хӑрхӑмна ӗнтӗ патша хуҫама тата тепӗр сӑмах калама ирӗк парсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Патша: кала, тенӗ. Вара хӗрарӑм каланӑ: мӗншӗн эсӗ ҫапла Турӑ халӑхне хирӗҫ шухӑшлатӑн? Ҫак сӑмахсене калакан патша хӑйне хӑех айӑпларӗ, мӗншӗн тесессӗн пуҫ янӑ ҫыннине вӑл каялла тавӑрмасть.</verse>
				<verse number="14">Эпир вилетпӗр те ҫӗре тӑкнӑ шыв пек пулатпӑр, ӑна ӗнтӗ пуҫтарса илме ҫук; анчах Турӑ чуна тӗп тӑвасшӑн мар, Вӑл ҫынсем хӑваласа янӑскерне те Хӑй патӗнчен хӑваласа ярасшӑн мар.</verse>
				<verse number="15">Халӗ эпӗ патшана, хамӑн хуҫамӑма, ҫак сӑмаха калама килтӗм, мӗншӗн тесессӗн мана халӑх хӑратать; вара санӑн хӑрхӑму ҫапла шухӑшларӗ: патшапа сӑмахласа пӑхам-ха, хӑй хӑрхӑмӗ каланӑ пек тумӗ-и вӑл?</verse>
				<verse number="16">патша чӑнах та хӑйӗн хӑрхӑмне итлесе пӗтерӗ те ывӑлӑмпа иксӗмӗре Турӑ халӑхӗ хушшинчен пӗтерес текенсенчен хӑтарӗ мана, терӗм.</verse>
				<verse number="17">Санӑн хӑрхӑму ҫапла шухӑшларӗ: патша хуҫамӑн сӑмахӗсем мана лӑплантарӗҫ: патша хуҫамӑм, Турӑ Ангелӗ пек, лайӑххине те, начаррине те итлеме пултарать, терӗм. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пултӑр.</verse>
				<verse number="18">Вара патша ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ мӗн ыйтнисене манран ан пытар, тенӗ. Хӗрарӑм: кала, патша хуҫамӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Патша каланӑ: кунта санпа пӗрле Иоав алли пур мар-и? тенӗ. Хӗрарӑм хуравласа каланӑ: сывӑ халлӗн пурӑнтӑр санӑн чуну, патша хуҫамӑм; патша хуҫамӑм каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнма май ҫук; тӗрӗс, мана Иоав чуру хушрӗ, санӑн хӑрхӑмун чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмахсене вӑл калама хушрӗ;</verse>
				<verse number="20">ытарлӑн каласа ӗҫ-пуҫа ҫапла ҫавӑрса яма мана санӑн Иоав чуру вӗрентрӗ; анчах [патша] хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех ӑслӑ, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине йӑлтах пӗлет вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вара патша Иоава каланӑ: акӑ эпӗ [эсӗ каланӑ пек] турӑм; кай та Авессалом ачама каялла илсе кил, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Иоав ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ та патшана мухтаса ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм, халӗ ӗнтӗ сан чуру санӑн куҫу умӗнче хӑй ырӑ ятлӑ пулнине пӗлет, мӗншӗн тесессӗн патша хӑйӗн чури каланӑ пек турӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иоав вара Гессура тухса кайнӑ та Авессалома Иерусалима илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="24">Патша каланӑ: вӑл килне таврӑнтӑр, анчах манӑн сӑнӑма ан куртӑр, тенӗ. Авессалом ӗнтӗ хӑйӗн килӗнче пурӑннӑ, анчах патша сӑнне курман.</verse>
				<verse number="25">Пӗтӗм Израильре те Авессалом пек илемлӗ, ун пек мухтавлӑ арҫын пулман; ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранччен те унӑн пӗр кӑлтӑк та пулман.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳҫне кастарсан, — ӑна вӑл кашни ҫулах кастарнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫӳҫӗ кансӗрленӗ ӑна, — унӑн пуҫӗнчи ҫӳҫ патша виҫипе икҫӗр сикль тайнӑ.</verse>
				<verse number="27">Авессаломӑн виҫӗ ывӑл та пӗр хӗр ҫуралнӑ, хӗрне Фамарь тесе чӗннӗ; вӑл хитре хӗрарӑм пулнӑ, [Соломон ывӑлне Ровоама качча тухнӑ та ӑна Авия ятлӑ ывӑл ҫуратса панӑ].</verse>
				<verse number="28">Авессалом ӗнтӗ Иерусалимра икӗ ҫул пурӑннӑ, анчах патша сӑнне курман.</verse>
				<verse number="29">Авессалом ӗнтӗ патша патне Иоава яма шутланӑ та ӑна чӗнме ҫын янӑ, анчах лешӗ ун патне пырасшӑн пулман. Тата тепӗр хут ҫын янӑ, лешӗ пӗрех пырасшӑн пулман.</verse>
				<verse number="30">Хӑйӗн тарҫисене [Авессалом] ҫапла каланӑ: куратӑр-и, ман анапа юнашар Иоавӑн ана лаптӑкӗ пур, унта вӑл урпа акнӑ; кайӑр та вут тӗртӗр, тенӗ. Авессалом тарҫисем ҫак лаптӑка вут тӗртсе ҫунтарса янӑ. [Иоав тарҫисем вара, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Иоав патне пынӑ та: Авессалом тарҫисем сан ануна вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ, тенӗ.]</verse>
				<verse number="31">Иоав вара Авессалом патне ҫитнӗ те каланӑ: мӗншӗн санӑн тарҫусем манӑн ана лаптӑкне вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ? тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Авессалом Иоава каланӑ: эпӗ сан патна «кунта кил-ха» тесе калама ҫын ятӑм, эпӗ сана патша патне ярасшӑнччӗ, хамӑн ятӑмран ҫапла калаттарасшӑнччӗ: мӗншӗн эпӗ Гессуртан таврӑнтӑм-ши? Унтах юлнӑ пулсан, мана аванрах пулатчӗ. Манӑн патша сӑнне курас килет. Эпӗ айӑплӑ пулсан, вӗлер мана.</verse>
				<verse number="33">Иоав ӗнтӗ патша патне кайнӑ та ҫакна каласа кӑтартнӑ. Вара патша Авессалома чӗнтернӗ; лешӗ патша патне пынӑ, [ӑна пуҫ тайнӑ,] патшана ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ; патша вара Авессалома чуптунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалом хӑйне валли ҫар ураписемпе лашасем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="2">Авессалом ирсерен питӗ ир вӑранса хапха умне ҫул хӗррине туха-туха тӑнӑ, кам та пулин хӑйӗн тавӑҫӗпе патша патне пынине курсассӑн, Авессалом ӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ те: хӑш хуларан пулатӑн эсӗ? тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Санӑн чуру — Израилӗн ҫав-ҫав йӑхӗнчен» тесессӗн,</verse>
				<verse number="3">Авессалом ӑна каланӑ: эсӗ ӗнтӗ ырӑ та тӗрӗс ӗҫпех ҫӳретӗн, анчах патша патӗнче сана тимлекен ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Тата Авессалом ҫапла каланӑ: ах, ҫак ҫӗр ҫинче мана тӳрене лартас пулсассӑн! ман пата кирек кам та хӑйӗн тавлашуллӑ ӗҫӗпе, тавӑҫӗпе килме пултарӗччӗ, эпӗ ӑна тӗрӗссипе сут тунӑ пулӑттӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Кам та пулсан ӑна пуҫ тайма пырсассӑн вара вӑл аллине сарса ӑна ыталанӑ, чуптунӑ.</verse>
				<verse number="6">Авессалом ӗнтӗ патша патне сута пыракан кашни Израиль ҫыннипе ҫапла калаҫнӑ, вара майӗпен-майӗпен израильсен чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="7">Давид патшана ларни хӗрӗх ҫул ҫитсессӗн, Авессалом патшана ҫапла каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах панӑччӗ, ӗнтӗ Хеврона каям та мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерем, тенӗ;</verse>
				<verse number="8">эпӗ, санӑн чуру, Сирири Гессурта пурӑннӑ чухне сӑмах панӑччӗ: эхер те Ҫӳлхуҫа мана каялла Иерусалима тавӑрас пулсассӑн, эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗп, тенӗччӗ.</verse>
				<verse number="9">Патша ӑна: ыррӑн-сыввӑн кайса кил, тенӗ. Авессалом вара Хеврона тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Авессалом пӗтӗм Израиль йӑхӗ тӑрӑх хӑйӗн йӗрлевҫисене ярса тухнӑ, вӗсене ҫапла хушнӑ: трупа сассине илтсенех: Авессалом Хевронра патшана ларчӗ, тейӗр.</verse>
				<verse number="11">Авессаломпа пӗрле Иерусалимран икҫӗр ҫын тухса пынӑ, вӑл вӗсене чӗннӗ те ӗнтӗ, лешӗсем хӑйсен айванлӑхне пула ӑна-кӑна чухламасӑрах кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Парне кӳнӗ чухне Авессалом Гило хулин ҫыннине Ахитофела, Давид канашҫине, Гило хулинчен чӗнтерсе килнӗ. Вара пысӑк кавар тунӑ, ҫынсем Авессалом тавра пуҫтарӑнма тытӑннӑ, нумайлансах пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Давид патне хыпарҫӑ ҫитнӗ те каланӑ: израильсен чӗри Авессалом еннелле сулӑнчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Давид вара Иерусалимра хӑйпе пӗрле пулнӑ мӗнпур тарҫине каланӑ: пирӗн тарас пулать — Авессаломран пире ҫӑлӑнӑҫ пулмӗ; васкӑр, хамӑра хупӑрласа ярса иличчен, инкек-синкек кӑтартиччен, хулана хӗҫпе аркатса тӑкиччен тухса каяр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Патша тарҫисем патшана каланӑ: патша хуҫамӑра кирлӗ пулсассӑн, эпир яланах — санӑн чурусем, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Патша тухса утнӑ, ун хыҫҫӑн унӑн пӗтӗм килӗ пынӑ, вӗсем пурте ҫуран пулнӑ. Ҫуртне хураллама патша вунӑ арӑмне, [хӑйӗн] ҫум-арӑмӗсене, хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="17">Патшапа мӗнпур ҫуран халӑх Беф-Мерхат патӗнче чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Патша тарҫисем унӑн икӗ айккипе утса пынӑ; хелефейсемпе фелефейсем пурте, Геф ҫыннисем — унпа пӗрле Гефран килнисем, ултҫӗр ҫынна яхӑн — патша умӗнче утса пынӑ.</verse>
				<verse number="19">Патша Геф ҫыннине Еффее каланӑ: мӗншӗн эсӗ те пирӗнпе пӗрле пыратӑн? Каялла таврӑн та ҫав патшапа пӗрле юл: эсӗ — ют ҫӗр ҫынни, кунта хӑвӑн тӗп вырӑнунтан куҫса килнӗскер;</verse>
				<verse number="20">эсӗ ӗнер килтӗн, паян вара манӑн сана хамӑрпа пӗрле илсе каймалла-и? Эпӗ ӑҫта тӳр килет, ҫавӑнта каятӑп; каялла таврӑн, хӑвӑнпа пӗрле тӑванусене те каялла тавӑр; [Ҫӳлхуҫа сана] ырӑлӑхпа шанчӑклӑх [кӳтӗр]! тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Еффей патшана ҫапла хуравласа каланӑ: Турӑ пур, патша хуҫамӑм та пултӑр: патша хуҫамӑм кирек ӑҫта пулсан та — пурнӑҫра-и, вилӗмре-и — санӑн чуру та унта пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Давид Еффее каланӑ: эппин, пырах, манпа пӗрле ҫӳре, тенӗ. Вара Геф ҫынни Еффей тата унпа пӗрле пулнӑ унӑн ҫыннисем, ачисем пурте патшапа пӗрле кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр кӑшкӑрса макӑрнӑ. Пӗтӗм халӑх Кедрон юхӑмӗ урлӑ каҫнӑ, патша та каҫнӑ; пӗтӗм халӑх, [патша та] пушхир еннелле каякан ҫулпа утнӑ.</verse>
				<verse number="24">Садок [священник] тата унпа пӗрле пулнӑ левитсем Турӑ халалӗн арчине ҫӗклесе пынӑ; вӗсем Турӑ саккунӗн арчине лартса хурсассӑнах Авиафар кӗлтума пуҫланӑ та пӗтӗм халӑх хуларан тухса пӗтичченех кӗлтуса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Патша Садока каланӑ: Турӑ саккунӗн арчине каялла хулана тавӑр, [вӑл хӑйӗн вырӑнӗнчех лартӑр]. Эхер те эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупайсассӑн, Вӑл мана каялла тавӑрӗ те мана Турӑ халалӗн арчине те, унӑн Ҫуртне те кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="26">Эхер те Вӑл мана: «Эпӗ сана кӑмӑлламастӑп» тесессӗн, акӑ эпӗ кунтах: Вӑл ман тӗлӗшрен мӗн тӑвас тет, ҫавна тутӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Патша Садок священника тата та каланӑ: эсӗ мӗн пулнине курмастӑн-им? эсӗ ыррӑн-сыввӑнах хулана таврӑн, Ахимаас ывӑлу та, Авиафар ывӑлӗ Ионафан та, икӗ ывӑлӑр та хӑвӑрпа пӗрле таврӑнччӑр;</verse>
				<verse number="28">эпӗ сирӗнтен хыпар ҫитиччен пушхирти тӳремлӗхре тӑхтаса тӑрӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Садокпа Авиафар вара Турӑ саккунӗн арчине каялла Иерусалима тавӑрнӑ та хӑйсем те унтах юлнӑ.</verse>
				<verse number="30">Давид ӗнтӗ Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ, вӑл йӗрсе пынӑ; вӑл пуҫне хупланӑ пулнӑ; вӑл ҫарран пынӑ, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те кашнийӗ пуҫне хупланӑ пулнӑ, вӗсем те йӗрсе пынӑ.</verse>
				<verse number="31">Давида, хыпар ҫитерсе, ҫапла каланӑ: Ахитофел та Авессаломпа каварлашнисен шутӗнчех, тенӗ. Давид вара: эй Ҫӳлхуҫа [Туррӑм]! Ахитофел канашне аркатсам, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Давид ту тӑррине, ҫынсем Турра пуҫҫапакан вырӑна, ҫитсессӗн, акӑ ӑна хирӗҫ Архи ҫынни, Давид тусӗ Хусий, пырать: ҫийӗнчи тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, пуҫӗ ҫине тусан сапнӑ.</verse>
				<verse number="33">Давид ӑна каланӑ: эсӗ манпа пӗрле пыратӑн пулсассӑн, мана кансӗрлетӗн ҫеҫ;</verse>
				<verse number="34">эсӗ хулана таврӑнни лайӑхрах пулать, Авессалома ҫапла кала: «патша, [ӗнтӗ тӑванусем иртсе кайрӗҫ, патша аҫу та иртсе кайрӗ, паян вара] эпӗ — санӑн чуру; [чӗрӗ хӑварсам мана,] халиччен эпӗ сан аҫун чури пулнӑ, халӗ вара санӑн чуру» те, ҫапла каласассӑн эсӗ Ахитофел канаш парса тӑнине арпаштарса ярӑн.</verse>
				<verse number="35">Унта санпа пӗрле Садокпа Авиафар священниксем пулӗҫ, патша ҫуртӗнчен тухакан кирек мӗнле сӑмаха та Садокпа Авиафар священниксене пӗлтерсе тӑр.</verse>
				<verse number="36">Унта вӗсемпе пӗрле вӗсен икӗ ывӑлӗ — Садок ывӑлӗ Ахимаас тата Авиафар ывӑлӗ Ионафан; вӗсем урлӑ ман патӑма хӑвӑр илтнӗ кирек мӗнле сӑмаха та ҫитерсех тӑрӑр.</verse>
				<verse number="37">Вара Хусий, Давид тусӗ, хулана ҫитнӗ; ун чухне Авессалом шӑпах Иерусалима кӗнӗ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Давид ту тӑрринчен кӑштах ансассӑн, акӑ ӑна икӗ ашакпа пыракан Сива, Мемфивосфей тарҫи, тӗл пулать. Ашакӗсем ҫине вӑл икҫӗр ҫӑкӑр, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм, ҫӗр смоква ҫыххи тата эрех такмакӗ тиенӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Патша Сивана каланӑ: мӗн валли ку санӑн? тенӗ. Сива ҫапла хуравланӑ: ашакӗсем — патша килӗ валли, ларса ҫӳреме; ҫӑкӑрӗпе ҫырла ҫимӗҫӗ — ҫар ҫыннисене ҫитерме; эрехӗ — пушхирте халтан кайнисене ӗҫтерме, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Патша: сан хуҫун ывӑлӗ ӑҫта? тенӗ. Сива патшана ҫапла хуравланӑ: вӑл Иерусалимра юлчӗ те ҫапла калать: халӗ ӗнтӗ Израиль килӗ мана аттемӗн патшалӑхне тавӑрса парӗ, тет.</verse>
				<verse number="4">Патша Сивана каланӑ: Мемфивосфейӗн мӗн пурри йӑлтах сана пултӑр, тенӗ. Сива вара тайӑлса хуравланӑ: патша хуҫамӑм куҫӗ умӗнче унӑн ырӑлӑхне курасчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Давид патша Бахурим хулине ҫитсессӗн, акӑ унтан Саул йӑхӗнчи Гера ывӑлӗ Семей тухнӑ; вӑл усал сӑмахсемпе вӑрҫса пынӑ,</verse>
				<verse number="6">Давида тата Давид патшан чурисене пурне те чулпа пенӗ; пӗтӗм ҫын, пӗтӗм хӑюҫах вара [патшан] сылтӑм енче тата сулахай енче утса пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Семей ӑна ҫапла хӑртнӑ: кай, кай кунтан, ҫынвӗлерен эсӗ, йӗркерен тухнӑ ҫын эсӗ!</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа сана Саул килӗн мӗнпур юнне тавӑрса пачӗ, эсӗ ун вырӑнне патшана лартӑн, Ҫӳлхуҫа акӑ патшалӑха Авессалом ывӑлун аллине пачӗ; халӗ инкеке лекрӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — юнӗҫен.</verse>
				<verse number="9">Авесса — Саруия ывӑлӗ — патшана каланӑ: мӗншӗн ҫак вилӗ йытӑ патша хуҫамӑма хӑртать? каям та пуҫне касса татам, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Патша каланӑ: мана мӗне кирлӗ ку? Саруия ывӑлӗсем, сире мӗне кирлӗ? [ан тивӗр ӑна,] вӑрҫтӑрах — Ҫӳлхуҫа ӑна Давида вӑрҫма хушнӑ. Кам-ха ӑна: мӗншӗн эсӗ ҫапла тӑватӑн? тесе калама пултараять?</verse>
				<verse number="11">Давид Авессана тата хӑйӗн мӗнпур тарҫине каланӑ: хамӑн ывӑлӑм, хамӑн вӑрлӑхӑмран ҫуралнӑскер, манӑн чуна шырать пулсассӑн, Вениаминсен ывӑлӗнчен мӗн кӗтмелли пур ӗнтӗ? ан тивӗр ӑна, хӑрттӑрах — ӑна Ҫӳлхуҫа хушнӑ;</verse>
				<verse number="12">тен, эпӗ мӑшкӑл тӳснине Ҫӳлхуҫа курӗ те халӗ ҫак ҫын ҫапла хӑртнӑшӑн мана ырӑлӑх ярса парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Давидпа унӑн ҫыннисем хӑйсен ҫулӗпе утнӑ, Семей вара ту хӗррипе, патша енчен, усаллӑн хӑртса пынӑ, ун еннелле чул ывӑтнӑ, тусан вӗҫтернӗ.</verse>
				<verse number="14">Патша тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх, ывӑнса ҫитсе, пӗр вырӑнта канма чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Авессалом вара пӗтӗм Израиль халӑхӗпе Иерусалима пынӑ, Ахитофел та унпа пӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Хусий — Архи ҫынни, Давид тусӗ — Авессалом патне ҫитсессӗн ӑна ҫапла каланӑ: патша сывӑ пултӑр, патша сывӑ пултӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Авессалом Хусие каланӑ: хӑвӑн тусушӑн ҫапла тӑрӑшатӑн-и? мӗншӗн-ха хӑвӑн тусупа пӗрле каймарӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Хусий Авессалома каланӑ: Ҫӳлхуҫа кама суйласа илнӗ, ҫак халӑх тата пӗтӗм Израиль кама суйласа илнӗ, [эпӗ ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑп,] унпа пӗрле эпӗ, унпа пӗрлех юлӑп.</verse>
				<verse number="19">Тата камшӑн ӗҫлесе тӑмалла манӑн? Унӑн ывӑлӗшӗн мар-и? Санӑн аҫушӑн тӑрӑшнӑ пекех саншӑн та тӑрӑшӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Авессалом ӗнтӗ Ахитофела каланӑ: канаш парӑр, мӗн тумалла пирӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ахитофел Авессалома каланӑ: аҫун ҫум-арӑмӗсем патне кӗр, вӑл вӗсене хӑйӗн ҫуртне сыхлама хӑварнӑ; вара израильсем пурте эсӗ хӑвӑн аҫун курайман ҫынни пулнине пӗлӗҫ те, сан майлӑ мӗнпур ҫын алли ҫирӗпленӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Авессалом валли пӳрт тӑррине чатӑр карнӑ та, Авессалом пӗтӗм Израиль умӗнче хӑй ашшӗн ҫум-арӑмӗсем патне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="23">Ахитофел канашӗсем ҫав вӑхӑтра Турӑ вӗрентсе калани пекех шутланнӑ. Давидшӑн та, Авессаломшӑн та Ахитофелӑн кирек хӑш канашӗ те ҫавӑн майлах шутланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ахитофел Авессалома каланӑ: вуникӗ пин ҫын суйласа илем те кӗҫӗрех Давида хӑвалама тухса каям, тенӗ;</verse>
				<verse number="2">вӑл ӗшенсе ҫитнӗ чухне, алли усӑннӑ чухне тапӑнӑп та ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп; унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем тарса саланӗҫ; эпӗ патшана ҫеҫ вӗлерӗп,</verse>
				<verse number="3">мӗнпур ҫынна сан майлӑ ҫавӑрӑп; вӗсем хушшинче пӗр ҫын пулмасанах, — эсӗ шӑпах ҫавӑн чунне шыратӑн ӗнтӗ, — пӗтӗм халӑх лӑпланӗ.</verse>
				<verse number="4">Ку сӑмах Авессалома та, Израилӗн аслӑ ҫыннисене те килӗшнӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара Авессалом каланӑ: Архи ҫыннине Хусие чӗнсе килӗр-ха; тата вӑл мӗн каланине итлесе пӑхар, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Хусий ӗнтӗ Авессалом патне пынӑ. Авессалом ӑна ҫапла тесе каланӑ: Ахитофел акӑ мӗнле калать; вӑл каланӑ пек тумалла-и? апла мар пулсан, эсӗ кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Хусий Авессалома каланӑ: ку хутӗнче Ахитофел панӑ канаш лайӑх мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Хусий тата малалла каланӑ: эсӗ хӑвӑн аҫуна, унӑн ҫыннисене пӗлетӗн; вӗсем хӑюллӑ, тата вӗсем ҫурисене туртса илнӗ хирти упа ами пекех хаярланса ҫитнӗ, [тата хир сысни пекех тискер,] санӑн аҫу — ҫапӑҫма хастар ҫын; вӑл халӑхпа пӗрле ҫӗр каҫма юлмасть.</verse>
				<verse number="9">Халӗ вӑл пӗр-пӗр ҫӗр хӑвӑлӗнче е урӑх вырӑнта пытанса тӑрать, вӗсене малтан тапӑннӑ чухне сан ҫыннусенчен кам та пулсан вилсессӗн, ҫынсем илтӗҫ те: «Авессалом хыҫҫӑн кайнӑ ҫынсем вилсе выртрӗҫ» тейӗҫ,</verse>
				<verse number="10">ун чухне чи хӑюлли те, арӑслан чӗрелли те сехӗрленсе ӳкӗ — санӑн аҫу мӗнле паттӑррине, унпа пӗрле ҫӳрекенсем мӗнле хӑюллине пӗтӗм Израиль пӗлет.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа та ҫапла канаш паратӑп: сан патна пӗтӗм Израиль — Данран пуҫласа Вирсавия таранах — тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑн пуҫтарӑнтӑр та, эсӗ ху вӗсемпе пӗрле кайӑн;</verse>
				<verse number="12">вара эпир, вӑл кирек хӑш вырӑнта пулсассӑн та, ӑна хирӗҫ тухӑпӑр та, ҫӗр ҫине сывлӑм ӳкнӗ пек, ӑна тапӑнӑпӑр; унпа пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пӗри те чӗрӗ юлаймӗ;</verse>
				<verse number="13">эхер те вӑл пӗр-пӗр хулана тарсассӑн, пӗтӗм Израиль ҫав хула патне вӗренсем илсе пырӗ те, эпир вӑл хулана пӗр чул юлмиччен юханшыва кайса пӑрахӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалом та, пӗтӗм Израиль те: Архи ҫынни Хусийӗн канашӗ Ахитофел канашӗнчен лайӑхрах, тенӗ. Ҫапла майпа Ҫӳлхуҫа, Авессалом ҫине инкек ямашкӑн, Ахитофелӑн чи лайӑх канашне пӑрахӑҫламалла тунӑ.</verse>
				<verse number="15">Хусий вара Садокпа Авиафар священниксене каланӑ: Ахитофел ӗнтӗ Авессаломпа Израилӗн аслӑ ҫыннисене ҫапла-ҫапла канаш пачӗ, эпӗ ҫапла-ҫапла канаш патӑм.</verse>
				<verse number="16">Халӗ часрах ҫын ярӑр та Давида ҫапла калӑр: кӗҫӗр пушхирти тӳремлӗхре ан юл, патша тата унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем ан пӗтчӗр тесессӗн, часрах тепӗр енне каҫса кай, тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ионафанпа Ахимаас вара Рогель ҫӑлкуҫӗ патӗнче тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен хулара курӑнма юраман; ҫавӑнпа та вӗсем патне хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та вӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ, кусем ӗнтӗ патшана хыпарлама кайнӑ.</verse>
				<verse number="18">Анчах вӗсене пӗр ҫамрӑк курнӑ та Авессалома евитленӗ; лешӗсем иккӗшӗ те васкасах кайнӑ та Бахурима пӗр ҫын килне ҫитсе ӳкнӗ, ҫав ҫыннӑн картишӗнче пусӑ пулнӑ, вӗсем ҫавӑнта пытаннӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫав ҫын арӑмӗ пусӑ ҫӑварне ҫивитти витнӗ те ун ҫине кӗрпе сапнӑ, ҫапла вара нимӗн те паллӑ пулман.</verse>
				<verse number="20">Авессалом чурисем хӗрарӑм патне киле пынӑ та: Ахимааспа Ионафан ӑҫта? тенӗ. Хӗрарӑмӗ каланӑ: вӗсем кӗре каҫӑ тӗлӗнчен каҫса кайрӗҫ, тенӗ. Кусем шыранӑ та лешӗсене, анчах тупайман, вара Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем кайсанах, лешӗсем пусӑран тухнӑ та Давид патша патне ҫитсе хыпарланӑ, Давида ҫапла каланӑ: хускалӑр та часрах шыв урлӑ каҫӑр; ӗнтӗ Ахитофел сирӗн пирки ҫапла-ҫапла канаш панӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Давид тата унпа пӗрле пулнӑ мӗнпур ҫын хускалнӑ та Иордан урлӑ каҫса кайнӑ; тул ҫутӑлнӑ тӗле Иордан урлӑ каҫман пӗр ҫын та юлман.</verse>
				<verse number="23">Ахитофел, хӑйӗн канашӗ пурнӑҫланманнине курсассӑн, ашакне йӗнерлесе утланнӑ та хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине, тухса кайнӑ, кил-йышне халал хӑварнӑ та ҫакӑнса вилнӗ, ӑна ашшӗн тупӑклӑхне пытарнӑ.</verse>
				<verse number="24">Давид Маханаим хулине ҫитнӗ, Авессалом вара пӗтӗм Израильпе пӗрле Иордан урлӑ каҫнӑ.</verse>
				<verse number="25">Авессалом ӗнтӗ Иоав вырӑнне Амессая ҫарпуҫ тунӑ. Амессай Изреельре пурӑнакан Иефер ятлӑ пӗр ҫыннӑн ывӑлӗ пулнӑ; унӑн амӑшӗ Авигея — Наас хӗрӗ, Иоав амӑшӗн Саруиян йӑмӑкӗ — пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Авессаломпа Израиль ҫыннисем Галаад ҫӗрӗ ҫинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Давид Маханаима ҫитсен, аммонсен хулинче Раввӑра пурӑннӑ Наас ывӑлӗ Сови, Лодавар ҫыннийӗн Аммиилӑн ывӑлӗ Махир тата Роглим хулинчи Галаад ҫынни Верзеллий</verse>
				<verse number="28">[выртса тӑма] вунӑ вырӑн, [вунӑ] чашӑк, тӑм савӑт-сапа, Давидпа унӑн ҫыннисене ҫитерме апат валли тулӑ, урпа, ҫӑнӑх, вир кӗрпи, пӑрҫа, ясмӑк, ӑшаланӑ тӗшӗ,</verse>
				<verse number="29">пыл, ҫу, сурӑхсем, ӗне чӑкӑчӗ илсе пынӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: халӑх выҫӑ, ывӑннӑ тата пушхирте шывсӑр антӑхнӑ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Давид хӑйпе пӗрле ҫӳрекен ҫынсене пӑхса ҫаврӑннӑ та вӗсене ертсе пыма пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем уйӑрса лартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вара Давид ҫынсене ҫапӑҫӑва кӑларса янӑ — ҫарӑн виҫҫӗмӗш пайне Иоав ертсе кайнӑ, тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Авесса — Саруия ывӑлӗ, Иоав шӑллӗ — ертсе кайнӑ, тата тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Геф ҫынни Еффей ертсе кайнӑ. Патша ҫынсене каланӑ: эпӗ хам та сирӗнпе пӗрле пыратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах ҫынсем ӑна хуравланӑ: ан ҫӳре; ӗнтӗ эпир тарса кайсан та, пире асӑрхакан пулмӗ; пирӗн ҫарӑн ҫурри вилсе выртсан та, ӑна та асӑрхамӗҫ; эсӗ вара пӗччен вунӑ пине тӑратӑн; ҫапла вара, пирӗншӗн эсӗ пире хуларан пулӑшса тӑни лайӑхрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Патша вӗсене каланӑ: сире мӗнле кирлӗ, ҫапла тӑвӑп, тенӗ. Патша хапха умне тӑнӑ та, пӗтӗм халӑх ҫӗршерӗн те пиншерӗн йӗркеленсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="5">Патша Иоава та, Авессана та, Еффее те хушса каланӑ: Авессалом ачама ман валли сыхласа хӑварӑр, тенӗ. Авессалом пирки патша мӗн каланине пӗтӗм халӑх илтнӗ.</verse>
				<verse number="6">Давид ҫыннисем израильсене хирӗҫ хире тухнӑ та, Ефрем вӑрманӗнче ҫапӑҫу пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="7">Давид чурисем Израиль халӑхне парӑнтарнӑ; ҫав кун унта вирлӗ тытӑҫу пулса иртнӗ — ҫирӗм пин [ҫын] пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫав вырӑнта пӗтӗм талккӑшӗпе ҫапӑҫу пынӑ, ҫав кун халӑха хӗҫ тӗп тунинчен ытларах вӑрман пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="9">Авессалом ӗнтӗ Давид чурисемпе тӗл пулнӑ; вӑл мул утланнӑ пулнӑ. Вӑл утланнӑ мул лаштра юман турачӗсем айне чупса кӗрсессӗн, Авессалом ҫӳҫӗ юман тураттисенчен ҫакланнӑ; ун айӗнчи мул тарнӑ та, Авессалом вара ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче ҫакӑнса юлнӑ.</verse>
				<verse number="10">Пӗри ҫакна курнӑ та Иоава кайса пӗлтернӗ: эпӗ юманран ҫакӑнса тӑракан Авессалома куртӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иоав ҫак хыпара пӗлтернӗ ҫынна каланӑ: ху курнӑ, ху мӗншӗн-ха вара ӑна вӗлермерӗн? эпӗ сана вунӑ сикль кӗмӗл тата пиҫиххи панӑ пулӑттӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Лешӗ Иоава хуравланӑ: ывӑҫӑма пин сикль кӗмӗл хунӑ пулсассӑн та, эпӗ патша ывӑлӗ ҫине алӑ ҫӗклемен пулӑттӑм; патша сана та, Авессана та, Еффее те илтмеллех каларӗ-ҫке: «Авессалом ачама ман валли сыхласа хӑварӑр» терӗ;</verse>
				<verse number="13">эхер те эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑма хӗрхенмесӗр урӑхла тунӑ пулсассӑн, ҫакна патшаран пытарма пулмастчӗ, эсӗ те мана хирӗҫ тӑраттӑн.</verse>
				<verse number="14">Иоав вара: санпа вӑхӑт ирттерсе тӑмастӑп, тенӗ. Аллине виҫӗ ҫӗмрен илнӗ те вӗсене Авессалома чӗринченех лектернӗ — юманран ҫакӑнса тӑнӑ чухне лешӗ чӗрех пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="15">Авессалома ӗнтӗ Иоав кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗсем вуннӑн ҫавӑрса илнӗ те вӗлерсе пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="16">Иоав трупа кӑшкӑртса янӑ та, израильсене хӑваласа кайнисем каялла таврӑннӑ — Иоав халӑха хӗрхеннӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалома ҫӗре антарнӑ та вӑрманти тарӑн шӑтӑка пӑрахнӑ, ун ҫине тем пысӑкӑш чул купи купаласа хунӑ. Израильсем вара хӑйсен чатӑрӗсене тара-тара пытаннӑ.</verse>
				<verse number="18">Авессалом хӑй пурӑннӑ чухнех патшасен айлӑмӗнче хӑйне валли палӑк лартнӑ пулнӑ; вӑл: манӑн ятӑм ҫынсен асӗнче юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн манӑн ывӑл ҫук, тенӗ. Палӑкне хӑйӗн ятне панӑ. Ӑна паян кунчченех «Авессалом палӑкӗ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Ахимаас — Садок ывӑлӗ — Иоава каланӑ: чупам эпӗ, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сучӗпе патшана ун тӑшманӗсен аллинчен хӑтарнине пӗлтерем, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Анчах Иоав ӑна каланӑ: паян эсӗ ырӑ хыпарҫӑ пулаймӑн; паян мар, урӑх кун пӗлтерӗн: патша ывӑлӗ вилнӗ-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Иоав вара Хусие каланӑ: пыр, ху мӗн курнине патшана пӗлтер, тенӗ. Хусий Иоава пуҫ тайнӑ та чупса кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Анчах Ахимаас — Садок ывӑлӗ — Иоава ҫине тӑрсах каланӑ: мӗн пулмалли пултӑр, анчах эпӗ те Хусий хыҫҫӑн чупатӑп, тенӗ. Иоав вара ҫапла хуравланӑ: мӗн чупмалли пур ӗнтӗ, ывӑлӑм? эсӗ ырӑ хыпар пӗлтерес ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">[Ахимаас каланӑ:] ҫапла пултӑр, анчах эпӗ чупатӑп, тенӗ. [Иоав] ӑна: чупах, тенӗ. Вара Ахимаас тӳрӗ ҫулпа чупса кайнӑ та Хусийрен маларах ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫав вӑхӑтра Давид икӗ хапха хушшинче ларнӑ. Хуралҫӑ хӳме хапхи тӑррине хӑпарнӑ та пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ: акӑ пӗр ҫын чупса килет.</verse>
				<verse number="25">Хуралҫӑ патшана кӑшкӑрса хыпарланӑ. Патша: пӗччен пулсан, апла хыпар илсе килет, тенӗ. Лешӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхарса пынӑ.</verse>
				<verse number="26">Хуралҫӑ чупса килекен тепӗр ҫынна та курнӑ; хуралҫӑ хапха умӗнче тӑракан тепӗр хуралҫӑна кӑшкӑрса каланӑ: акӑ тата тепӗр ҫын чупса килет, тенӗ. Патша: ку та хыпарҫӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Хуралҫӑ каланӑ: эпӗ пӗрремӗшӗн уттине уйӑратӑп — Садок ывӑлӗ Ахимаасӑн утти пек, тенӗ. Патша вара: ку ырӑ ҫын, ырӑ хыпарпа килет, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ахимаас патшана кӑшкӑрсах пӗлтернӗ: тӑнӑҫлӑх! тенӗ. Унтан патшана ҫӗре ҫитиех тайӑлнӑ та каланӑ: патша хуҫамӑм ҫине алӑ ҫӗкленӗ ҫынсене тӗп тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ! тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Патша: Авессалом ачам сывах-и? тенӗ. Ахимаас каланӑ: патша чури Иоав санӑн чуруна ҫула кӑларса янӑ чухне эпӗ унта ҫынсем пӑлханнине куртӑм, анчах [унта] мӗн пулнине пӗлейместӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Патша вара: пӑрӑнса тӑр-ха, тенӗ. Лешӗ пӑрӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="31">Акӑ [ун хыҫҫӑнах] Хусий те ҫитнӗ. Хусий [патшана] каланӑ: патша хуҫамӑма ырӑ хыпар! Сана хӑвна хирӗҫ ҫӗкленнӗ ҫынсен аллинчен хӑтарса, Ҫӳлхуҫа сана тӗрӗссине кӑтартса пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Патша Хусие каланӑ: Авессалом ачам сывах-и? Хусий каланӑ: ачуна ҫитни патша хуҫамӑн тӑшманӗсене тата сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутлакансене пурне те ҫиттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Патша аптӑраса-пӑшӑрханса ӳкнӗ, хапха тӑрринчи пӳлӗмнелле утса кайнӑ, куҫҫульпе макӑрса пынӑ, ҫапла каласа йӗнӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм! Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑмҫӑм! ах, сан вырӑнна манӑн вилес пулсанччӗ, Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑм!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Иоава ҫапла каланӑ: акӑ патша Авессаломшӑн йӗрет, татӑлсах макӑрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав кунхи ҫӗнтерӳ вара пӗтӗм халӑхшӑн хӳхлев кунӗ пулса тӑнӑ: ҫав кун халӑх патша хӑйӗн ывӑлӗшӗн хурланни ҫинчен илтнӗ те ҫавӑн пирки анчах калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="3">Халӑх, ҫапӑҫу хирӗнчен тарса кайнӑшӑн намӑсланакан ҫынсем пек, хулана йӑпшӑна-йӑпшӑна кӗнӗ.</verse>
				<verse number="4">Патша вара питне хупласа хыттӑн ӗсӗкленӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм! Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑм!</verse>
				<verse number="5">Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ;</verse>
				<verse number="6">эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм;</verse>
				<verse number="7">ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара патша хапха умне тухса ларнӑ, мӗнпур халӑха «патша хапха умӗнче ларать» тесе пӗлтернӗ. Пӗтӗм халӑх патша патне [хапха умне] пынӑ;</verse>
				<verse number="9">израильсем вара хӑйсен чатӑрӗсене тара-тара пытаннӑ. Кашни Израиль йӑхӗнчех халӑх ҫапла тавлашса калаҫнӑ: [Давид] патша пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарчӗ, филистимсен аллинчен ирӗке кӑларчӗ, халӗ хӑй вара ҫак ҫӗртен, [хӑйӗн патшалӑхӗнчен,] Авессаломран тарчӗ.</verse>
				<verse number="10">Анчах эпир патша пулма ҫу сӗрнӗ Авессалом вӑрҫӑра вилчӗ; халӗ мӗншӗн-ха патшана каялла тавӑрма тӑхтатӑр? [Пӗтӗм Израиль ҫапла калаҫни патша патне ҫитнӗ.]</verse>
				<verse number="11">Вара Давид патша Садокпа Авиафар священниксем патне ҫапла калама ҫын янӑ: Иудӑн аслӑ ҫыннисене калӑр: пӗтӗм Израиль калаҫакан сӑмах патша патне, патша килне ҫитрӗ ӗнтӗ. Мӗншӗн эсир ку тӗлӗшрен юлашки ҫынсем пулса юласшӑн, мӗншӗн эсир патшана хӑйӗн ҫуртне тавӑрма васкамастӑр?</verse>
				<verse number="12">Эсир — манӑн тӑвансем, эсир — манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм; мӗншӗн-ха эсир патшана хӑйӗн ҫуртне тавӑрнӑ чухне юлашки ҫынсем пуласшӑн? тесе калӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Амессая та калӑр: эсӗ — манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм мар-и? Эхер те эсӗ Иоав вырӑнне ман ҫумра яланлӑхах ҫарпуҫ пулмасассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр!</verse>
				<verse number="14">Ҫапла вӑл пӗтӗм иудейсен чӗрисене, пӗр ҫын чӗри пек туса, хӑйӗн майлӑ ҫавӑрнӑ; вӗсем вара патша патне ҫапла калама ҫын янӑ: таврӑнсам эсӗ, мӗнпур чуру та таврӑнтӑр.</verse>
				<verse number="15">Патша вара каялла килме тухнӑ, Иордан хӗррине ҫитнӗ, иудейсем ӗнтӗ патшана кӗтсе илме, ӑна Иордан урлӑ каҫарма Галгала пынӑ.</verse>
				<verse number="16">Семей те — Гера ывӑлӗ, Бахуримри Вениамин ҫынни — хыпалансах ӳкнӗ, иудейсемпе пӗрле Давид патшана кӗтсе илме кайнӑ,</verse>
				<verse number="17">унпа пӗрле Вениаминсен пин ҫынни пулнӑ, Саул килӗн тарҫи Сива та хӑйӗн вунпилӗк ывӑлӗпе тата ҫирӗм чурипе пӗрле тухнӑ; вӗсем патша патне Иордан урлӑ каҫнӑ [та патшана Иордан урлӑ каҫарма кимӗ хатӗрленӗ].</verse>
				<verse number="18">Патша кил-йышне шыв урлӑ каҫарма тата ӑна пулӑшма кимӗ ярса парсан, патша Иордан урлӑ каҫнӑ-каҫманах Гера ывӑлӗ Семей ун умне [ӳпне ӳксе] пуҫҫапнӑ,</verse>
				<verse number="19">вара патшана ҫапла каланӑ: усал ӗҫ тӑвакансен шутне ан кӗртсемччӗ мана, хуҫамӑм; ҫав кун, патша хуҫамӑм Иерусалимран кайнӑ чухне, санӑн чуру ҫылӑх турӗ, ан асӑн ҫакна, патшамӑм, ҫавна хӑвӑн чӗрӳнте ан тытсамччӗ;</verse>
				<verse number="20">ӗнтӗ санӑн чуру хӑй ҫылӑха кӗнине пӗлет, акӑ паян эпӗ патша хуҫамӑма кӗтсе илме Иосиф килӗнчен чи малтан килтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Саруия ывӑлӗ Авесса ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине усал сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн Семей халӗ те вилмен-и-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Давид каланӑ: мана мӗне кирлӗ ку? Саруия ывӑлӗсем, сире мӗне кирлӗ, мӗншӗн мана вӗскӗртетӗр? Паян Израильре вӗлермелле-ши вара? Эпӗ паян Израиль патши пулса тӑнине курмастӑп-им?</verse>
				<verse number="23">Вара патша Семее: эсӗ вилмӗн, тенӗ. Патша ӑна тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="24">Мемфивосфей те — Саул [ывӑлӗн Ионафанӑн] ывӑлӗ — патшана кӗтсе илме тухнӑ. Вӑл патша тухса кайса каялла тӑнӑҫлӑн таврӑниччен те урине ҫуман, [чӗрнине касман,] сухалне тураман, тумтирне ҫуман пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл патшапа тӗл пулмашкӑн Иерусалимран тухсассӑн, патша ӑна каланӑ: Мемфивосфей, эсӗ мӗншӗн манпа пӗрле пымарӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Лешӗ хуравланӑ: патша хуҫамӑм! мана хамӑн тарҫӑ улталарӗ; эпӗ, сан чуру: «Ашака йӗнерлесе утланам та патшапа пӗрле каям» терӗм, сан чуру уксах-ҫке-ха.</verse>
				<verse number="27">Вӑл пур — сан чуру пирки патша хуҫамӑм умӗнче элеклесе панӑ. Анчах патша хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех; мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту;</verse>
				<verse number="28">аттемӗн пӗтӗм килӗ патша хуҫамӑм умӗнче вилӗме тивӗҫлӗ пулин те, эсӗ хӑвӑн чуруна сӗтелӳ хушшине хӑвӑнпа пӗрле апатланакансемпе юнашар лартрӑн; патша умӗнче ӳпкелешме манӑн мӗн сӑлтавӗ пултӑр?</verse>
				<verse number="29">Патша ӑна: эсӗ ҫакна мӗн тума калатӑн? эпӗ Сивапа иксӗр хушшӑрта хир анисене пӗр тан уйӑрма хушатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Мемфивосфей вара патшана ҫапла хуравланӑ: патша хуҫамӑм хӑй килне ыррӑн-сыввӑн таврӑннӑ май Сива йӑлтах хӑй валли илтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Галаад ҫынни Верзеллий та Роглимран килнӗ те патшана Иордан леш енне ӑсатса ямашкӑн унпа пӗрле Иордан урлӑ каҫнӑ.</verse>
				<verse number="32">Верзеллий питӗ ватӑ пулнӑ, сакӑрвунӑ ҫулта. Патша Маханаимра тӑнӑ чухне вӑл ӑна апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ, вӑл пуян ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="33">Патша Верзеллие каланӑ: пыр манпа пӗрле, Иерусалимра эпӗ сана апат-ҫимӗҫ парса тӑрӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Анчах Верзеллий патшана ҫапла хуравланӑ: патшапа пӗрле Иерусалима пымашкӑн пурӑнасси нумай юлнӑ-ши манӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Эпӗ халӗ сакӑрвуннӑра; лайӑххине начарринчен уйӑрса илейӗп-ши? Санӑн чуру апатланнӑ чухне апат тутине, ӗҫнӗ чухне ӗҫкӗ тутине чухлайӗ-ши? Юрӑҫсен сассине итлеме пултарайӑп-ши? Мӗншӗн ман патша хуҫамӑма кансӗрлесе пурӑнмалла?</verse>
				<verse number="36">Иордан леш енче сан чуру патшапа пӗрле кӑштах утса пырӗ; мӗншӗн-ха патшанӑн мана ҫак ырӑлӑха тивӗҫтермелле?</verse>
				<verse number="37">Хӑвӑн чуруна каялла таврӑнма, хӑйӗн хулинче, хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗн тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, вилме ирӗк парсам. Акӑ патша хуҫамӑмпа пӗрле санӑн чуру [ман ывалӑм] Кимгам кайтӑр, ӑна мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Патша каланӑ: Кимгам манпа пӗрле пытӑрах, сан кӑмӑлна мӗнле килӗшет, эпӗ ун валли ҫавна тӑвӑп; манран мӗн ыйтатӑн, эпӗ саншӑн йӑлтах тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫнӑ, патша та каҫнӑ. Патша Верзеллие чуптунӑ, пилленӗ, лешӗ вара хӑй пурӑнакан ҫӗре таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="40">Патша Галгала кайнӑ, унпа пӗрле Кимгам та пынӑ; патшана Иудӑн мӗнпур халӑхӗ тата Израилӗн ҫур халӑхӗ ӑсатнӑ.</verse>
				<verse number="41">Акӑ ӗнтӗ израильсем пурте патша патне пынӑ та каланӑ: мӗншӗн пирӗн тӑвансем, Иуда арӗсем, сана вӑрларӗҫ те патшапа унӑн килне, унпа пӗрле Давидӑн мӗнпур ҫыннине те Иордан урлӑ каҫарса ячӗҫ? тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Иудӑн мӗнпур арӗ израильсене хуравласа каланӑ: мӗншӗн тесессӗн патша пире ҫывӑхрах; ҫакӑншӑн мӗн тарӑхмалли пур-ха сирӗн? Эпир патшанне мӗн те пулсан ҫисе янӑ-и е унран парнесем илнӗ-и? [е вӑл пире хырҫӑран хӑтарнӑ-и?] тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Израильсем Иуда арӗсене ҫапла хуравланӑ: эпир патшан вунӑ пайӗ, ҫавӑн пекех эпир Давидшӑн та сиртен йышлӑрах; [эсир мар, эпир малтанхисем;] мӗншӗн эсир пире кӗҫӗнлетрӗр? Патшамӑра каялла тавӑрас тесе, пӗрремӗш сӑмаха эпир каламан-и-ха? тенӗ. Анчах Иуда арӗсен сӑмахӗ израильсен сӑмахӗнчен витӗмлӗрех пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Унта, ӑнсӑртран тенӗ пек, Савей ятлӑ пӗр киревсӗр ҫын пулнӑ, вӑл Бихри ывӑлӗ, Вениамин ҫынни пулнӑ; ҫавӑ трупа кӑшкӑртса янӑ та каланӑ: Давидра пирӗн пай ҫук, Иессей ывӑлӗнче пирӗн тӳпе ҫук; израильсем, пурте чатӑрӑрсене саланӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Израильсем пурте Давидран уйӑрӑлнӑ та Бихри ывӑлӗ Савей хыҫҫӑн кайнӑ; иудейсем вара Иорданран пуҫласа Иерусалим таранах хӑйсен патши майлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Давид Иерусалимри керменне таврӑннӑ та кил хураллама хӑварнӑ вунӑ ҫум-арӑмне уйрӑм ҫурта вырӑнаҫтарнӑ, вӗсене ҫавӑнта тытса-пӑхса усранӑ, анчах патша вӗсем патне ҫӳремен. Вӗсем унта мӗн виличченех тӑлӑх арӑмӑн пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Давид Амессая каланӑ: виҫӗ кун хушшинче иудейсене ман патӑма пуҫтар, ху та кунта кил, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Амессай иудейсене чӗнме кайнӑ, анчах палӑртнӑ вӑхӑта таврӑнма ӗлкӗреймен.</verse>
				<verse number="6">Давид вара Авессана каланӑ: халӗ Бихри ывӑлӗ Савей пирӗншӗн Авессаломран та усалрах ӗҫ тӑвӗ; хуҫу тарҫисене ил те ӑна йӗрлесе кай — ҫирӗплетнӗ хуласене ан тартӑр вӑл, пирӗн куҫран ан ҫухалтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Бихри ывӑлне Савее йӗрлеме Авесса хыҫҫӑн Иерусалимран тата Иоав ҫыннисем, хелефейсемпе фелефейсем, мӗнпур паттӑр тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Гаваон ҫывӑхӗнчи пысӑк чул патӗнче вӗсене Амессай тӗл пулнӑ. Иоав ҫар тумне тӑхӑннӑ пулнӑ, пилӗкӗнчен хӗҫ ҫакӑнса тӑнӑ. Хӗҫӗ унӑн йӗнӗре пулнӑ, ӑна ҫӑмӑлллӑнах кӑларнӑ, ҫӑмӑлллӑнах каялла чикнӗ.</verse>
				<verse number="9">Иоав Амессая: сывӑ-и, тӑванӑм? тенӗ. Чуптӑвас тесе, Иоав сылтӑм аллипе ӑна сухалӗнчен ярса тытнӑ.</verse>
				<verse number="10">Амессай ӗнтӗ Иоав аллинчи хӗҫрен сыхланман та, лешӗ ӑна хырӑмран чикнӗ, Амессайӑн ӑшчикӗ ҫӗр ҫине тухса ӳкнӗ, Иоав иккӗмӗш хут чикмен те — Амессай вилсе выртнӑ. Иоавпа унӑн шӑллӗ Авесса вара Бихри ывӑлне Савее малалла хӑваласа кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Иоавӑн пӗр ҫынни Амессай вилли патӗнче кӑшкӑрса тӑнӑ: Иоава парӑннисем, Давид майлисем, пурте Иоав хыҫҫӑн кайӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Амессай вара, [вилнӗскер,] ҫул варринче юн ӑшӗнче выртнӑ; леш ҫынни, пӗтӗм халӑх тата иртен-ҫӳрен виле патӗнче чарӑнса тӑнине курса, Амессая ҫул ҫинчен хирелле сӗтӗрсе кайнӑ та ӑна тумтирпе витсе хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="13">Амессая ҫул ҫинчен сӗтӗрсе кайса пӑрахсассӑн, пӗтӗм Израиль халӑхӗ Иоав хыҫҫӑн Бихри ывӑлне Савее йӗрлесе кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иоав вара Израилӗн пӗтӗм йӑхӗ урлӑ иртсе Авел-Беф-Мааха патне ҫитнӗ, кайран пӗтӗм Берим урлӑ иртнӗ; [ҫавӑнти хуласенче пурӑнакансем пурте] пуҫтарӑннӑ та ун хыҫҫӑн пынӑ.</verse>
				<verse number="15">Савее ӗнтӗ Авел-Беф-Мааха хулинче хӑваласа ҫитнӗ; хулине хупӑрласа илнӗ; хула ҫумне тӑпрас купаласа хӳме патнех ҫывӑхарнӑ, Иоавпа пӗрле пынӑ ҫынсем пурте хӳмене аркатма тӑрӑшнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне пӗр ӑслӑ хӗрарӑм хула хӳми ҫинчен кӑшкӑрса каланӑ: итлӗр, итлӗр, Иоава калӑр-ха — кунта килтӗр, эпӗ унпа калаҫса пӑхасшӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иоав ун патне пынӑ та, хӗрарӑм ӑна: Иоав эсӗ-и? тенӗ. Иоав: эпӗ, тенӗ. Хӗрарӑм каланӑ: хӑвӑн чурун сӑмахӗсене итле, тенӗ. Иоав: итлетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӗрарӑм каланӑ: унччен ҫапла каларӑш пурччӗ: «ыйтас тетӗн пулсан, Авелра ыйт» тетчӗҫ; ӗҫе ҫапла татса панӑ. [Израильсен шанчӑклӑ ҫыннисем юлнӑ-и? Ӗнтӗ Авелра ыйтчӑр: юлнӑ-и?]</verse>
				<verse number="19">Эпӗ — Израилӗн тӑнӑҫлӑ та шанчӑклӑ хулисенчен, эсӗ вара ҫак хулана, Израиль [хулисенӗн] амӑшне, тӗп тӑвасшӑн-и? Эсӗ мӗншӗн Ҫӳлхуҫа еткерне аркатасшӑн?</verse>
				<verse number="20">Иоав вара ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ ун пек тӑвас ҫук — ҫӗмӗрмӗп те, аркатмӑп та!</verse>
				<verse number="21">Ку ун пек мар; анчах Ефрем тӑвӗ ҫинчен килнӗ ҫын — Савей ятлӑскер, Бихри ывӑлӗ — Давид патша ҫине алӑ ҫӗклерӗ; пӗр ҫавна ҫеҫ тытса парӑр мана, вара эпӗ хула патӗнчен кайӑп, тенӗ. Хӗрарӑм вара Иоава каланӑ: акӑ унӑн пуҫне сана хӳме ҫинчен пӑрахса парӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Хӗрарӑм пӗтӗм халӑхпа канашланма кайнӑ, хӑйӗн ӑслӑ сӑмахне пӗлтернӗ, [пӗтӗм хулана Бихри ывӑлӗн Савейӗн пуҫне касма сӗнсе калаҫнӑ]. Савей пуҫне каснӑ та Иоава пӑрахса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн [Иоав] трупа кӑшкӑртса янӑ, хулана хупӑрланӑ [ҫынсем] пурте хӑйсен чатӑрӗсене саланнӑ; Иоав ӗнтӗ Иерусалима патша патне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="23">Вара Иоава пӗтӗм Израиль ҫарӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Иодай ывӑлӗ Ванея — хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ,</verse>
				<verse number="24">Адорам — хырҫӑ пуҫтараканӗ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ,</verse>
				<verse number="25">Суса ҫыруҫӑ пулса тӑнӑ; Садокпа Авиафар унчченхи пекех тӗп священниксем пулнӑ;</verse>
				<verse number="26">ҫавӑн пекех Давид патӗнче Иаир ҫынни Ира та священник пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Давид вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫинче виҫӗ ҫул умлӑн-хыҫлӑн выҫлӑх пулнӑ. Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: ку вӑл Саулшӑн, унӑн юнӑҫлӑ килӗшӗн, вӑл Гаваон ҫыннисене вӗлернӗшӗн ҫитнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Давид вара Гаваон ҫыннисене чӗнтернӗ те вӗсемпе калаҫнӑ. Гаваон ҫыннисем Израиль ывӑлӗсем мар, аморрейсен чӗрӗ юлнӑ юлашки ҫыннисем пулнӑ; израильсем вӗсене, тивместпӗр тесе, тупа тунӑ пулнӑ, анчах Саул, Израильпе Иуда тӑхӑмӗсемшӗн тӑрӑшса, вӗсене тӗп тума шутланӑ.</verse>
				<verse number="3">Давид Гаваон ҫыннисене каланӑ: ман сирӗншӗн мӗн тӑвас-ха, Ҫӳлхуҫа халӑхне сирӗнтен пиллӗх пултӑр тесе, сире мӗнле ҫырлахтарас-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Гаваон ҫыннисем ӑна каланӑ: пире Саулран, унӑн килӗнчен ылтӑн та, кӗмӗл те кирлӗ мар, Израильре пирӗн никама та вӗлерме ирӗк ҫук, тенӗ. Патша каланӑ: мӗн кирлӗ вара сире? сирӗншӗн ҫавна тӑвӑп эпӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем патшана каланӑ: пирӗн халӑха пӗтернӗ, пирӗн халӑха Израилӗн нихӑш ҫӗрӗнче те юлмалла мар кӑклама шутланӑ ҫын кирлӗ пире,</verse>
				<verse number="6">унӑн ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Саулӑн хулинче, Гивӑра, Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакса хурӑпӑр, тенӗ. Патша: ҫапла тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Анчах патша, хӑй Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунине — Саул ывӑлӗпе Ионафанпа иккӗшӗ тупа тунине — асра тытса, Мемфивосфее, Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлне, тивмен.</verse>
				<verse number="8">Патша Айя хӗрӗн Рицпан икӗ ывӑлне, Саула ҫуратса панӑ Арманпа Мемфивосфее, тата Саул хӗрӗн Мерован пилӗк ывӑлне, Адриэла — Мехола ҫыннин Верзеллийӗн ывӑлне — ҫуратса панӑскерсене, суйласа илнӗ те</verse>
				<verse number="9">Гаваон ҫыннисен аллине панӑ, вара лешӗсем вӗсене ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакнӑ. Ҫиччӗшӗ пурте пӗрлех вилнӗ; вӗсене ӗҫҫи пуҫлансан, урпа вырма тухсан, вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="10">Айя хӗрӗ Рицпа хуйхӑ тумтирӗ илнӗ те ӑна ҫавӑнта ту ҫине сарса хунӑ, ӗҫҫи пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Турӑ шывӗ тӳперен тӑкӑнма тытӑничченех ҫавӑнта ларнӑ, вилесене кӑнтӑрла вӗҫен кайӑксенчен, ҫӗрле тискер кайӑксенчен сыхланӑ, вӗсене тӗкӗнме паман.</verse>
				<verse number="11">Айя хӗрӗ Рицпа, Саулӑн ҫум-арӑмӗ, мӗн тунине Давида пӗлтернӗ. [Ҫакнӑ ҫынсем типсе кайнӑ; вара вӗсене улӑпсен йӑхӗнчи Дан, Иоя ывӑлӗ, илсе кайнӑ.]</verse>
				<verse number="12">Давид ӗнтӗ Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене Галаадри Иавис ҫыннисенчен кайса илнӗ: филистимсем Саула Гелвуй тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ хыҫҫӑн унӑн ӳчӗпе Ионафан ӳтне Беф-Санра ҫакса хурсан, Иавис ҫыннисем вӗсене вӑрттӑн хӑйсен хулине илсе кайнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Давид вара Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене унтан куҫарса килнӗ; [хӗвел ҫине] ҫакса хунисен шӑммисене те пуҫтарса килнӗ.</verse>
				<verse number="14">Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене [тата хӗвел ҫине ҫакса хунисен шӑммисене] Вениаминсен ҫӗрӗнче, Цела хулинче, Саул ашшӗне Киса пытарнӑ тупӑклӑха пытарнӑ. Патша мӗн хушнине йӑлтах тунӑ та, Турӑ вара ҫӗршывшӑн кӗлтунине илтнӗ, ҫырлахнӑ.</verse>
				<verse number="15">Каллех филистимсемпе израильсем хушшинче вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Давидпа унӑн тарҫисем тухнӑ та филистимсемпе ҫапӑҫнӑ; Давид ӗшенсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне Рефаимсен тӑхӑмӗсенчен пӗри, Иесвий, Давида вӗлересшӗн пулнӑ: унӑн сӑнни виҫҫӗр пӑхӑр сикль йывӑрӑш тайнӑ, пилӗкӗнчен тата ҫӗнӗ хӗҫ ҫакӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Патшана вилӗмрен хӑтӑлма Саруия ывӑлӗ Авесса пулӑшнӑ, [Авесса Давида ҫӑлса хӑварнӑ,] вӑл филистим ҫыннине амантса вӗлерсе пӑрахнӑ. Ҫавӑн чухне Давид ҫыннисем тупа туса каланӑ: урӑх эсӗ пирӗнпе пӗрле вӑрҫа тухмӑн, Израиль ҫути сӳнсе ан лартӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Унтан каллех Гоб теекен вырӑнта филистимсемпе вӑрҫӑ пулса иртнӗ; Хушат ҫынни Совохай ҫавӑн чухне Рефаимсен тӑхӑмӗсен пӗр ҫыннине, Сафута, вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="19">Гоб теекен вырӑнта тепӗр ҫапӑҫу та пулса иртнӗ; ҫавӑн чухне Елханан — Вифлеем ҫыннин Ягаре-Оргимӑн ывӑлӗ — Геф ҫыннине Голиафа вӗлернӗ, лешӗн сӑнӑ аври те пир тӗртекенсен хивси пекех пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Геф хулинче те ҫапӑҫу пулса иртнӗ; унта ҫӳллӗ те капмар пӗр ҫын пулнӑ; алли те, ури те унӑн ултшар пӳрнеллӗ пулнӑ, пурӗ — ҫирӗм тӑватӑ пӳрне, ҫавӑ та Рефаим тӑхӑмех пулнӑ,</verse>
				<verse number="21">вӑл израильсене усал сӑмахсемпе хӑртнӑ; ӑна вара Ионафан — Давид пиччӗшӗн Сафайӑн ывӑлӗ — вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавсем тӑваттӑшӗ те Гефра пурӑнакан Рефаим йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ, вӗсем Давидпа ун тарҫисен аллинчен пӗтнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Хӑйне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм тӑшманӗсен аллинчен тата Саул аллинчен хӑтарнӑ кун Давид Ҫӳлхуҫана мухтаса юрӑ юрланӑ, вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, манӑн хӑватӑм, мана Хӑтараканӗ.</verse>
				<verse number="3">Туррӑм — манӑн чул хысакӑм; эпӗ Ӑна шанатӑп; Вӑл — манӑн хулканӑм, мана ҫӑлакан мӑйрака, манӑн хӳтлӗхӗм, манӑн тарса пытанмалли вырӑнӑм; мана Ҫӑлаканӗ, Эсӗ мана инкек-синкекрен хӑтартӑн!</verse>
				<verse number="4">Мухтава тивӗҫлӗ Ҫӳлхуҫана чӗнӗп те — хамӑн тӑшмансенчен ҫӑлӑнӑп.</verse>
				<verse number="5">Мана вилӗм хумӗсем хупӑрларӗҫ, мана капланса килнӗ йӗркесӗр ӗҫсем хӑратрӗҫ;</verse>
				<verse number="6">тамӑк сӑнчӑрӗсем явса илчӗҫ мана, вилӗм танатисем явакларӗҫ мана.</verse>
				<verse number="7">Чун тӑвӑрланса ҫитнӗ чухне Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса чӗнтӗм, хамӑн Туррӑма тархасларӑм — Вӑл манӑн сассӑма Хӑйӗн [сӑваплӑ] керменӗнчен илтрӗ, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Унӑн хӑлхине ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="8">[Ҫӳлхуҫа вӗсене] ҫилленчӗ те — ҫӗр чӗтрерӗ, силленчӗ, тӳпе никӗсӗсем кисренсе хускалчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл пӗлӗте тайӑлтарчӗ те — аяла анчӗ; Унӑн ури айӗнче — сӗм тӗттӗм;</verse>
				<verse number="11">херувимсем ҫине ларчӗ те — вӗҫсе кайрӗ, ҫил ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе пычӗ;</verse>
				<verse number="12">тӳпери пӗлӗтсен шывне ҫӑралатса, сӗмлӗхе Хӑйӗн пӗркенчӗкӗ турӗ;</verse>
				<verse number="13">Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран вутлӑ кӑвар хыпса ҫунчӗ.</verse>
				<verse number="14">Тӳпере Ҫӳлхуҫа кӗмсӗртеттерсе ячӗ, Ҫӳлти Турӑ ҫапла сасӑ пачӗ;</verse>
				<verse number="15">ҫӗмренӗсемпе печӗ те — вӗсене салатрӗ; ҫиҫӗмне [ҫиҫтерчӗ те] — вӗсене тӗп турӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫанӑн хаяр сассипе, Унӑн ҫилли ҫил пек вӗрсе тӑнипе тинӗс тӗпӗсем курӑнчӗҫ, тӗнченӗн тӗпӗ-никӗсӗ уҫӑлчӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ;</verse>
				<verse number="18">мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем хӗн-асаплӑ кунӑмра мана хирӗҫ тӑчӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа манӑн тӗрекӗм пулчӗ,</verse>
				<verse number="20">мана ирӗк вырӑна илсе тухрӗ, мана хӑтарчӗ: Вӑл мана кӑмӑллать.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, аллӑм тасине кура тавӑрса пачӗ мана:</verse>
				<verse number="22">эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳрерӗм, хамӑн Туррӑм умӗнче усал ҫын пулмарӑм;</verse>
				<verse number="23">умӑмрах Унӑн пӗтӗм ӳкӗчӗ, эпӗ Унӑн йӗркисенчен пӑрӑнмарӑм,</verse>
				<verse number="24">Унӑн умӗнче айӑпсӑр пултӑм, ҫылӑха кӗресрен сыхлантӑм.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, мана Хӑй куҫӗ умӗнче таса пулнине кура тавӑрса пачӗ.</verse>
				<verse number="26">Эсӗ ырӑ ҫыншӑн ырӑ, тӳрӗ ҫыншӑн тӳрӗ,</verse>
				<verse number="27">таса ҫыншӑн таса пулатӑн, ултавлӑ ҫынна ултавне кура тавӑрса паратӑн.</verse>
				<verse number="28">Эсӗ хурлӑх тӳсекенсене ҫӑлатӑн, мӑнаҫлисем ҫине пӑхса илетӗн те — вӗсене кӗҫӗнлететӗн.</verse>
				<verse number="29">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — манӑн ҫуттӑм; Ҫӳлхуҫа манӑн сӗмлӗхе ҫутӑлтарать.</verse>
				<verse number="30">Санпа пӗрле эпӗ тӑшман ҫарне аркататӑп, Туррӑмпа пӗрле хӳме урлӑ каҫатӑп.</verse>
				<verse number="31">Турӑ! — Унӑн ҫулӗ айӑпсӑр, Ҫӳлхуҫанӑн сӑмахӗ таса. Хӑйне шанакансемшӗн пуриншӗн те хулкан Вӑл.</verse>
				<verse number="32">Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне кам Турӑ пултӑр тата? пирӗн Турӑсӑр пуҫне кам тата хута кӗрекенӗ?</verse>
				<verse number="33">Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать;</verse>
				<verse number="34">манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ ҫӗре тӑратать;</verse>
				<verse number="35">аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, шӑнӑрӑмсене пӑхӑр ухӑ пек карӑнтарать.</verse>
				<verse number="36">Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна паратӑн, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать.</verse>
				<verse number="37">Эсӗ мана пысӑк утӑмпа уттаратӑн, урасем такӑнмаҫҫӗ манӑн.</verse>
				<verse number="38">Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, вӗсене аркататӑп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп;</verse>
				<verse number="39">вӗсене ҫӗмӗретӗп, аркататӑп, вӗсем тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="40">Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхатӑн, мана хирӗҫ тӑракансене ура айне ӳкеретӗн;</verse>
				<verse number="41">Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартатӑн, эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп:</verse>
				<verse number="42">вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест;</verse>
				<verse number="43">эпӗ вӗсене тусан авӑснӑ пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп, ҫӑратӑп.</verse>
				<verse number="44">Эсӗ мана халӑхӑм пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ пулма сыхласа хӑвартӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="45">ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="46">ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса чӗтресе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="47">Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, мана хӳтӗлекен мухтавлӑ! Мана ҫӑлакан Турӑ асла тухтӑр!</verse>
				<verse number="48">Маншӑн тавӑракан Турӑ, халӑхсене мана пӑхӑнтаракан Турӑ,</verse>
				<verse number="49">мана тӑшмансенчен хӑтаракан Турӑ асла тухтӑр! Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.</verse>
				<verse number="50">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫавӑнпа Сана ют халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп:</verse>
				<verse number="51">Эсӗ — Хӑвӑн патшуна хӑватлӑн ҫӑлаканӗ, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давида, унӑн йӑхне ӗмӗр-ӗмӗр ырӑлӑх кӑтартаканӗ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Ҫакӑ — Давидӑн юлашки сӑмахӗ, Иессей ывӑлӗ Давид калани, ҫӳле ҫӗкленнӗ ар, Иаков Турри ҫу сӗрнӗскерӗ, Израиль ҫӗрӗн мухтавлӑ юрӑҫи калани.</verse>
				<verse number="2">Ман ӑшӑмра Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ калаҫать, чӗлхем вӗҫӗнче — Унӑн сӑмахӗ.</verse>
				<verse number="3">Израиль Турри, Израилӗн чул хысакӗ ман пирки ҫапла каланӑ: пуҫ пулнӑ чухне Турӑран хӑрасассӑн, ҫынсемпе пуҫ пулаканӗ сӑваплӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="4">Ирхине тул ҫутӑлса килсессӗн, янкӑр тӳпене хӗвел тухсассӑн, ҫумӑр хыҫҫӑн уяртсан курӑк паркаланса ӳсет —</verse>
				<verse number="5">ҫавӑн пек мар-и Турӑшӑн манӑн килӗм? Вӑл манпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ — ҫирӗп те арканми халал. Манӑн пӗтӗм ҫӑлӑнӑҫӑм, пӗтӗм ӗмӗт-шухӑшӑм ҫапла Унран килсе тӑмасть-и?</verse>
				<verse number="6">Усал ҫынсем вара тӑпӑлтарса пӑрахнӑ йӗплӗ курӑк пек пулӗҫ — ӑна алӑпа та тытмаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="7">ӑна тӗкӗнес теекенӗ тимӗр е сӑнӑ аври тытать, ӑна ҫав вырӑнтах вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярать.</verse>
				<verse number="8">Акӑ Давид хӑюҫахӗсен ячӗсем: Исбосеф, Ханаан ҫынни, виҫҫӗшӗнчен чи асли вӑл шутланнӑ; вӑл хӑй пӗр-пӗччен сӑнӑпа сакӑрҫӗр ҫынна тӗп тунӑ.</verse>
				<verse number="9">Ун хыҫҫӑн Елеазар — Ахоха ывӑлӗн Додонӑн ывӑлӗ; вӑл — вӑрҫа пуҫтарӑннӑ филистимсене тӑрӑхласа-илӗртсе кӑларнӑ чухне Давидпа пӗрле пулнӑ виҫӗ паттӑртан пӗри;</verse>
				<verse number="10">израильсем вӗсене хирӗҫ тухнӑ та, вӑл филистимсене аркатма тытӑннӑ, ӗшеннӗ алли хӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ларичченех ҫапӑҫнӑ. Вара ҫав кун Ҫӳлхуҫа аслӑ ҫӗнтерӳ парнеленӗ, Елеазар хыҫҫӑн пыракан халӑх вилнисен япалисене ҫеҫ пуҫтарса пынӑ.</verse>
				<verse number="11">Ун хыҫҫӑн Шамма — Аге ывӑлӗ, Гарар ҫынни. Филистимсем Фирияна кайма тухнӑ чухне ясмӑк акнӑ ана патӗнче халӑх филистимсенчен тарма тытӑннӑ,</verse>
				<verse number="12">Шамма вара ясмӑк ани варрине тӑнӑ та анине те сыхласа хӑварнӑ, филистимсене те аркатса тӑкнӑ. Ун чухне Ҫӳлхуҫа аслӑ ҫӗнтерӳ парнеленӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫаксем виҫҫӗшӗ, вӑтӑр ҫарпуҫран чи аслисем, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче Давид патне Одоллам ту хӑвӑлне пынӑ, ун чухне филистимсен эшкерӗ Рефаимсен айлӑмӗнче тӑнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Давид ун чухне ҫирӗплетнӗ хӳтӗ вырӑнта, филистимсен ҫарӗ вара Вифлеемра тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Давидӑн шыв ӗҫесси килнӗ те, вӑл: кам мана Вифлеем хапхи умӗнчи пусӑран шыв илсе килсе ӗҫтерӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне ҫак виҫӗ паттӑр, филистимсен тапӑрӗ витӗр тухса, Вифлеем хапхи патӗнчи пусӑран Давид валли шыв ӑсса килнӗ. Анчах Давид ҫак шыва ӗҫес темен, ӑна Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗре тӑкнӑ та</verse>
				<verse number="17">ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫак шыва ӗҫесрен сыхласам мана! хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр кайнӑ ҫынсен юнӗ мар-и ку? тенӗ. Вара патша ҫак шыва ӗҫес темен. Акӑ мӗн тунӑ ҫав виҫӗ хӑюҫах!</verse>
				<verse number="18">Авесса вара — Иоав шӑллӗ, Саруия ывӑлӗ — тата тепӗр виҫӗ хӑюҫах хушшинче чи палли пулнӑ; вӑл хӑйӗн сӑннипе виҫҫӗр ҫын вӗлернӗ, леш виҫӗ паттӑр умӗнче мухтавлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Виҫҫӗшӗ хушшинче вӑл чи чапли шутланнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ, анчах леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман.</verse>
				<verse number="20">Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ; вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ;</verse>
				<verse number="21">вӑлах тата Египетӑн пӗр паллӑ ҫыннине вӗлернӗ; Египет ҫыннин аллинче сӑнӑ пулнӑ, Ванея ӑна хирӗҫ патакпа ҫеҫ тухнӑ, Египет ҫыннин аллинчен сӑннине туртса илнӗ те ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ:</verse>
				<verse number="22">акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ; ӑна леш виҫӗ паттӑр та чаплӑ ҫын вырӑнне хунӑ;</verse>
				<verse number="23">вӑл вӑтӑр ҫарпуҫран чаплӑраххи пулнӑ, анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман. Давид ӑна хӑйӗн сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="24">[Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни,</verse>
				<verse number="25">Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика,</verse>
				<verse number="26">Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни,</verse>
				<verse number="27">Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай,</verse>
				<verse number="28">Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай,</verse>
				<verse number="29">Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни,</verse>
				<verse number="30">Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай,</verse>
				<verse number="31">Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет,</verse>
				<verse number="32">Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан,</verse>
				<verse number="33">Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни,</verse>
				<verse number="34">Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни,</verse>
				<verse number="35">Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай,</verse>
				<verse number="36">Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани,</verse>
				<verse number="37">Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ,</verse>
				<verse number="38">Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб,</verse>
				<verse number="39">хет ҫынни Урия. Мӗнпурӗ вӑтӑр ҫиччӗн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Израиле каллех ҫилленсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа Вӑл Давида халӑх йышне шута илме чарман, Давид ӗнтӗ: кайӑр та Израильпе Иудӑна шутласа тухӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Патша вара хӑй ҫумӗнчи ҫарпуҫа Иоава каланӑ: Израилӗн [тата Иудӑн] пӗтӗм йӑхӗ патне Данран пуҫласа Вирсавия таран ҫитсе кил, халӑх йышне шутласа тухӑр, эпӗ мӗн чухлӗ ҫын пулнине пӗлем, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иоав патшана каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру халӑх йышне хальхи чухлӗ тепре хуштӑр, тата ҫӗр хут ытларах хуштӑр, патша хуҫамӑн куҫӗ ҫакна куртӑр; анчах патша хуҫамӑм мӗншӗн ҫак ӗҫе тӑвасшӑн-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Анчах патша Иоавпа ҫарпуҫсене каланӑ сӑмах ҫӗнтернӗ. Иоав ҫарпуҫсемпе пӗрле Израиль халӑхне шутлама тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ та Гад айлӑмӗн варринче, Иазер енче вырӑнаҫнӑ Ароер хулинче, унӑн сылтӑм хутлӑхӗнче, чарӑнса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="6">унтан Галаада тата Тахтим-Ходши ҫӗрне ҫитнӗ; Дан-Яан хулинче пулнӑ, Сидон тавра ҫаврӑннӑ;</verse>
				<verse number="7">Тир керемӗ патне ҫитнӗ, хивейсемпе ханаансен мӗнпур хулинче пулнӑ, Иудейӑн кӑнтӑр енне Вирсавияна тухнӑ;</verse>
				<verse number="8">пӗтӗм ҫӗре ҫаврӑнса тухнӑ та тӑхӑр уйӑх та ҫирӗм кунран Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара Иоав халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва патшана панӑ; ун тӑрӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ, вӑйпитти израильсем сакӑрҫӗр пин ар, иудейсем пилӗкҫӗр пин пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Халӑх йышне шута илсе тухсассӑн, Давид чӗри картах сикнӗ. Давид ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫапла туса йывӑр ҫылӑха кӗтӗм эпӗ; Ҫӳлхуҫамӑм, халӗ Сана йӑлӑнатӑп, Хӑвӑн чурун ҫылӑхне каҫарсам: эпӗ ытла та ӑссӑрла хӑтлантӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Тепӗр кун ирхине, Давид вӑрансассӑн, Гад пророка — Давид витӗркуранне — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="12">пыр, Давида кайса пӗлтер: Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп; хӑв валли вӗсенчен пӗрне суйласа ил — сана ҫавӑ ҫитӗ.</verse>
				<verse number="13">Гад вара Давид патне пынӑ та ӑна ҫапла пӗлтерсе каланӑ: суйласа ил — санӑн ҫӗршывунта ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх пулмалла-и, санӑн хӑвӑн тӑшманусенчен виҫӗ уйӑх тарса ҫӳремелле-и, вӗсем сана йӗрлеччӗр-и е санӑн ҫӗршывунта виҫӗ кун хушши мур чирӗ ҫӳретӗр-и? халӗ шутла та хама Янӑскерне манӑн мӗнле хуравламаллине татса пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Давид ӗнтӗ Гада каланӑ: мана питӗ йывӑр; Турӑ аллинех лекем, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ пысӑк; ҫын аллине ҫеҫ лекес марччӗ, тенӗ. [Давид тулӑ вырнӑ вӑхӑтра мур чирне суйласа илнӗ.]</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа вара ҫав ирех израильсем ҫине мур чирӗ янӑ, вӑл палӑртнӑ вӑхӑт вӗҫне ҫитиччен тӑсӑлнӑ, [халӑх хушшинче мур чирӗ пуҫланнӑ,] Данпа Вирсавия хутлӑхӗнче ҫитмӗл пин ҫын вилнӗ.</verse>
				<verse number="16">Иерусалима пӗтермешкӗн [Турӑ] Ангелӗ ун ҫине аллине тӑснӑ; анчах Ҫӳлхуҫа хулана хӗрхеннӗ те халӑха пӗтерекен Ангела каланӑ: ҫитӗ, халӗ аллуна ус, тенӗ. Турӑ Ангелӗ ҫав вӑхӑтра иевусей ҫынни Орна йӗтемӗ патӗнче пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Халӑха пӗтерекен Ангела курсассӑн, Давид Ҫӳлхуҫана ҫапла каланӑ: ӗнтӗ эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, эпӗ [кӗтӳҫӗ] йӗркесӗр хӑтлантӑм; кусем — сурӑхсем, вӗсем мӗн тунӑ? Санӑн аллу манӑн тата ман аттемӗн килӗ еннелле ҫаврӑнтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Гад ҫав кун Давид патне пынӑ та каланӑ: пыр, иевусей ҫынни Орна йӗтемӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ ларт, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Давид, Гад [пророк] сӑмахне итлесе, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ.</verse>
				<verse number="20">Орна пӑхнӑ та хӑй патнелле килекен патшапа ун тарҫисене курах кайнӑ, вӑл хирӗҫ тухнӑ, ӳпне ӳксе, патшана пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="21">Орна каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чури патне мӗн тума килчӗ-ши? тенӗ. Давид каланӑ: йӗтемне сутӑн илме, халӑх вилме чарӑнтӑр тесе унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тумалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Орна Давида каланӑ: патша хуҫамӑма мӗн кирлӗ, ҫавна пурне те илтӗр, парнине те кӳтӗр. Акӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтармашкӑн вӑкӑрсем пур, вутӑ турттарса килме урапа та, ут хатӗрӗ те пур.</verse>
				<verse number="23">Патшамӑм, Орна ҫакна йӑлтах патшана парать, тенӗ. Орна патшана тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру сана ырӑлӑх кӳтӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Патша Орнана ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ хакне тӳлетӗп, Ҫӳлхуҫа Туррӑма тӳлевсӗр илнӗ парне кӳместӗп, тенӗ. Вара Давид йӗтемпе вӑкӑрсене аллӑ сикль кӗмӗл тӳлесе туяннӑ.</verse>
				<verse number="25">Ун хыҫҫӑн Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ. [Каярахпа Соломон парне вырӑнне аслӑлатнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗчӗк пулнӑ.] Вара Ҫӳлхуҫа ҫырлахнӑ, израильсем вилме чарӑннӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="11">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Давид патша ватӑлса ҫитсессӗн, пурӑнас кунҫулӗ кӗскелсе ҫитсессӗн, ӑна тумтирсемпе витсе тӑнӑ, ҫавах вӑл ӑшӑнма пултарайман.</verse>
				<verse number="2">Ӗнтӗ тарҫисем ӑна каланӑ: патша хуҫамӑр валли ҫамрӑк хӗр шыраса пӑхчӑр: патша ҫумӗнче пултӑр вӑл, ӑна пӑхса пурӑнтӑр, пӗрле выртса тӑтӑр — патша хуҫамӑра ҫапла ӑшӑ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара Израильре пур ҫӗрте те хитре хӗр шыра пуҫланӑ, ҫапла Сунам хули хӗрне Ависагӑна тупнӑ, ӑна патша патне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="4">Хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ; вӑл патша ҫумӗнчех пулнӑ, ӑна пӑхсах тӑнӑ, анчах патша унпа хутшӑнман.</verse>
				<verse number="5">Адония — Аггифа ывӑлӗ — мӑнкӑмӑлланса кайса: эпӗ патша пулатӑп, тенӗ. Вара вӑл хӑйне валли ҫар ураписем, утлӑ ҫар ҫыннисем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="6">Ашшӗ унран нихӑҫан та: эсӗ мӗншӗн ҫапла тӑватӑн? тесе ыйтман, кӳрентермен. Адония, Авессалом хыҫҫӑн ҫуралнӑскер, питӗ илемлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл Иоавпа, Саруия ывӑлӗпе, тата Авиафар священникпа канашласа тӑнӑ, лешӗсем Адонияна пулӑшса пынӑ.</verse>
				<verse number="8">Анчах Садок священник, Иодай ывӑлӗ Ванея, Нафан пророк, Семей, Рисий тата Давид паттӑрӗсем Адония майлӑ пулман.</verse>
				<verse number="9">Адония ӗнтӗ Рогель ҫӑлкуҫӗ патӗнчи Зохелет чулӗ патӗнче сурӑхсемпе вӑкӑрсем, пӑрусем пустарнӑ та хӑйӗн пӗтӗм тӑванне, патша ывӑлӗсене, тата патша патӗнче ӗҫлесе тӑракан иудейсене пурне те хӑй патне чӗннӗ.</verse>
				<verse number="10">Нафан пророка, Ванеяна, ашшӗн паттӑрӗсене, хӑйӗн шӑллӗне Соломона чӗнмен.</verse>
				<verse number="11">Нафан ҫавӑн чухне Вирсавияна — Соломон амӑшне — каланӑ: илтнӗ-и эсӗ, Аггифа ывӑлӗ Адония патша пулса тӑнӑ, пирӗн Давид хуҫамӑр вара ҫавӑн ҫинчен пӗлмест те.</verse>
				<verse number="12">Акӑ ӑс паратӑп сана: хӑвӑн пурӑнӑҫна, Соломон ывӑлун пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑвар.</verse>
				<verse number="13">Кай та Давид патша патне кӗрсе кала ӑна: эй патша хуҫамӑм, эсӗ мана, хӑвӑн чуруна: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тесе тупа туманччӗ-и вара? Эппин, мӗншӗн-ха Адония патшана ларчӗ? те.</verse>
				<verse number="14">Вара, эсӗ унта патшапа калаҫса тӑнӑ чухнех, эпӗ сан хыҫҫӑн кӗрӗп те сан сӑмахусем ҫумне хамӑнне хушса калӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вирсавия ӗнтӗ патша патне ҫывӑрмалли пӳлӗмне кайнӑ; патша питӗ ватӑ пулнӑ, ӑна Сунам хули хӗрӗ Ависага пӑхса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="16">Вирсавия патша умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ, пуҫҫапнӑ; патша: мӗн кирлӗ сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вирсавия ӑна каланӑ: эй патша хуҫамӑм! эсӗ мана, хӑвӑн хӑрхӑмна, Ҫӳлхуҫа Турруна асӑнса тупа тунӑччӗ: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тенӗччӗ.</verse>
				<verse number="18">Халӗ акӑ Адония патшана ларчӗ; эсӗ, патша хуҫамӑм, пӗлместӗн те ҫавӑн ҫинчен.</verse>
				<verse number="19">Вӑл темӗн чухлӗ вӑкӑрпа пӑру, сурӑх пустарнӑ, патша ывӑлӗсене те, Авиафар священника та, Иоав ҫарпуҫа та чӗнтернӗ; Соломон чуруна чӗнмен вара.</verse>
				<verse number="20">Анчах та, патша хуҫамӑм, Израиль ҫыннисем пурте сан ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ: вӗсем санран патша хуҫамӑм хыҫҫӑн унӑн аслӑ пуканӗ ҫине кам ларассине пӗлтерессе кӗтеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="21">унсӑрӑн, патша хуҫамӑм хӑйӗн ашшӗсем патне канӑҫлӑха ӑсансассӑн, айӑпӗ ман ҫине тата Соломон ывӑлӑм ҫине ӳкӗ, тенӗ Вирсавия.</verse>
				<verse number="22">Вӑл патшапа калаҫнӑ хушӑра Нафан пророк пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="23">Патшана: Нафан пророк килчӗ, тенӗ. Нафан патша патне кӗнӗ те ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="24">Нафан каланӑ: эй патша хуҫамӑм! «Ман хыҫҫӑн Адония патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тесе каланӑ-и эсӗ?</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ вӑл паян килнӗ те темӗн чухлӗ вӑкӑрпа пӑру, сурӑх пустарнӑ, патша ывӑлӗсене пурне те, ҫарпуҫсене тата Авиафар священника чӗнтернӗ, халӗ ун патӗнче ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, сывӑ пултӑр Адония патша! тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Анчах мана, хӑвӑн чуруна, Садок священника, Иодай ывӑлне Ванеяна, Соломон чуруна чӗнмен унта.</verse>
				<verse number="27">Патша хуҫамӑм ирӗкӗпе пулчӗ-ши ку? мӗншӗн эсӗ мана, хӑвӑн чуруна, патша хуҫамӑм хыҫҫӑн унӑн аслӑ пуканӗ ҫине кам ларассине пӗлтермерӗн? тенӗ Нафан.</verse>
				<verse number="28">Давид патша ҫапла хуравласа каланӑ: ман патӑма Вирсавияна чӗнӗр, тенӗ. Вирсавия кӗнӗ те патша умне тӑнӑ.</verse>
				<verse number="29">Патша тупа туса каланӑ: манӑн чунӑма пур тӗрлӗ инкекрен те хӑтарса пынӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ!</verse>
				<verse number="30">Эпӗ сана Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине асӑнса тупа тунӑччӗ: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, вӑл манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларӗ» тенӗччӗ, паян ҫапла тӑвӑп та эпӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Вирсавия патша умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ, пуҫҫапса каланӑ: Давид патша хуҫамӑм ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Давид патша каланӑ: ман патӑма Садок священникпа Нафан пророка тата Иодай ывӑлне Ванеяна чӗнӗр, тенӗ. Вара ҫавсем патша патне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="33">Патша вӗсене каланӑ: хӑвӑрпа пӗрле хуҫӑрӑн тарҫисене илӗр те Соломон ывӑлӑма манӑн мул ҫине лартса Гион патне илсе кайӑр,</verse>
				<verse number="34">Садок священникпа Нафан пророк унта ӑна Израиль патшине лартмашкӑн ҫу сӗрччӗр, эсир трупа кӑшкӑртӑр, сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрӑр.</verse>
				<verse number="35">Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна каялла илсе килӗр, вӑл килӗ те манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларӗ; вӑл ман вырӑна патша пулӗ; эпӗ ӑна Израильпе Иуда ҫулпуҫӗ пулма пехилленӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Ванея, Иодай ывӑлӗ, патшана хуравласа каланӑ: аминь! патша хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри те ҫаплах калатӑр:</verse>
				<verse number="37">Ҫӳлхуҫа Турӑ патша хуҫамӑмпа пулнӑ пек, Вӑл Соломонпа пӗрле пултӑр, унӑн аслӑ пуканне Давид патша хуҫамӑн аслӑ пуканӗнчен те ытларах мухтава кӑлартӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вара Садок священникпа Нафан пророк, Иодай ывӑлӗ Ванея тата хелефейсемпе фелефейсем кайнӑ та Соломона, Давид патшанӑн мулӗ ҫине лартса, Гион патне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="39">Садок священник кӗлӗ чатӑрӗнчен йывӑҫ ҫӑвӗ янӑ мӑйрака илнӗ, Соломона ҫу сӗрнӗ. Вара трупа кӑшкӑртса янӑ, пӗтӗм халӑх: сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="40">Соломона пӗтӗм халӑх ӑсатнӑ, халӑх шӑхличӗ каланӑ, чунтан савӑннӑ, — хаваслӑ сасӑ янӑраса тӑнипе ҫӗр чӗтреннӗ.</verse>
				<verse number="41">Адонияпа унӑн хӑнисем ҫакна шӑпах ӗҫкӗ-ҫикӗ вӗҫленсен илтнӗ; Иоав, трупа сассине илтсе, каланӑ: мӗне пула ҫапла шавласа кайнӑ-ха хула? тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Вӑл каласа пӗтеричченех Ионафан — Авиафар священник ывӑлӗ — пырса ҫитнӗ. Адония ӑна каланӑ: кӗр; эсӗ — тӳрӗ ҫын, ырӑ хыпарпа ҫӳретӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Ионафан ӗнтӗ Адонияна хуравласа каланӑ: ҫапла, пирӗн Давид патша хуҫамӑр Соломона патшана лартнӑ;</verse>
				<verse number="44">Соломонпа пӗрле патша Садок священника, Нафан пророка, Иодай ывӑлне Ванеяна тата хелефейсемпе фелефейсене янӑ, лешӗсем Соломона патшанӑн мулӗ ҫине лартса илсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="45">вара Гионра Садок священникпа Нафан пророк ӑна патша пулма ҫу сӗрнӗ, унтан савӑнса таврӑнчӗҫ, ӗнтӗ хула хускалнӑ. Эсир илтекен шӑв-шав ҫавӑ вӑл.</verse>
				<verse number="46">Соломон ӗнтӗ патша пуканӗ ҫине ларнӑ.</verse>
				<verse number="47">Патша тарҫисем те Давид патша хуҫамӑра саламлама пырса кайнӑ: санӑн Турру Соломонӑн ятне хӑвӑн ятунтан та ытларах мухтава кӑлартӑр, унӑн аслӑ пуканне те санӑннинчен ҫӳлерех ҫӗклетӗр, тенӗ. Патша хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех пуҫне тайнӑ та</verse>
				<verse number="48">ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: паян Вӑл [манӑн вӑрлӑхӑмран] манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларакана пачӗ, ҫакна манӑн куҫӑмсем курса тӑраҫҫӗ! тенӗ, тесе пӗлтернӗ Ионафан.</verse>
				<verse number="49">Вара Адония хӑнисем, хӑраса ӳксе, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе тухса саланнӑ.</verse>
				<verse number="50">Соломонран хӑраса Адония хӑй те тухса тарнӑ, парне вырӑнӗ патне ҫитсе ун мӑйракинчен ярса тытнӑ.</verse>
				<verse number="51">Ӗнтӗ Соломона хыпар тунӑ: Адония Соломон патшаран хӑрать, акӑ вӑл парне вырӑнӗн мӑйракинчен тытса тӑрать: «халӗ Соломон патша мана, хӑйӗн чурине, вӗлерместӗп тесе сӑмах патӑр» тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="52">Соломон каланӑ: эхер те вӑл тӳрӗ ҫын пулса пурӑнас пулсассӑн, унӑн ҫӳҫ пӗрчийӗ те ҫӗре ӳкес ҫук; чееленме тӑрсассӑн — вилетех, тенӗ.</verse>
				<verse number="53">Унтан Соломон [патша] ӑна чӗнме янӑ, вара Адонияна парне вырӑнӗ патӗнчен илсе килнӗ. Вӑл Соломон патша умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Соломон ӑна: килне каях ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Давидӑн вилес вӑхӑчӗ ҫывӑхарса ҫитнӗ, вара вӑл хӑй ывӑлне Соломона ҫапла каласа пехил парса хӑварнӑ:</verse>
				<verse number="2">акӑ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр ҫулӗпе уйӑрӑлса каятӑп, эсӗ вара тӗреклӗ пул, ҫирӗп пул;</verse>
				<verse number="3">пӗтӗм тытас-тӑвас ӗҫӳнте — пур тӗлӗшрен те, кирек ӑҫта кайсан-пырсан та — пур ҫӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, эсӗ, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫулӗпе ҫӳресе, Вӑл панӑ йӗркесемпе Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл кӑтартнӑ йӗркесемпе Вӑл хунӑ йӗркесене тытса пырса, хӑвӑн Турру хывнӑ халала астуса тӑр;</verse>
				<verse number="4">ҫапла вара Ҫӳлхуҫа мана мӗн каланине, «эхер те санӑн ывӑлусем Манӑн умра хӑйсен пӗтӗм чунӗ-чӗринчен килекен чӑнлӑхпа ҫӳресессӗн, хӑйсен ҫулӗнчен аташмасассӑн, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче сан йӑхунтан ҫуралнисем ларасси татӑлмӗ» тесе каланӑ Хӑйӗн сӑмахне, вырӑна килтерӗ.</verse>
				<verse number="5">Тата: Иоав, Саруия ывӑлӗ, мана мӗн тунине пӗлетӗн, вӑл Израиль ҫарӗн икӗ ҫулпуҫне — Нир ывӑлне Авенира тата Иефер ывӑлне Амессая — мӗн кӑтартнине те, вӗсене лӑпкӑ самана тӑнӑ вӑхӑтрах вӗлернине, вӑрҫӑ юнӗ тӑкса хӑй пилӗкӗнчи пиҫиххипе хӑй уринчи ура сыррине вӑрҫӑ юнӗпе хӗретнине пӗлетӗн эсӗ;</verse>
				<verse number="6">унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка ахаллӗн ярас мар тесессӗн, хӑвӑн ӑсу хушнӑ пек ту.</verse>
				<verse number="7">Галаадри Верзеллий ывӑлӗсемпе вара ырӑ пул, вӗсем санӑн сӗтелӳнтен тӑранса пурӑнакансем хушшинче пулччӑр: эпӗ Авессалом пиччӳнтен тарса ҫӳренӗ чухне вӗсем ман патӑма пынӑччӗ.</verse>
				<verse number="8">Акӑ тата санӑн Семей — Бахуримри Вениамин ҫыннийӗн Геран ывӑлӗ — пур: эпӗ Маханаим хулине кайнӑ чухне вӑл мана питӗ усал сӑмахсемпе хӑртнӑччӗ; анчах вӑл Иордан патӗнче мана хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ те, эпӗ вара ӑна Ҫӳлхуҫана асӑнса: «сана вӗлермӗп» тесе тупа тунӑччӗ;</verse>
				<verse number="9">эсӗ ӑна хаса памасӑр ан хӑвар: эсӗ ӑслӑ ҫын, ҫавӑнпа, унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка юн ӑшӗнче ӑсатас тесессӗн, ӑна мӗн тумаллине хӑвах пӗлетӗн, тенӗ Давид.</verse>
				<verse number="10">Давид ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Давид Израиль патшалӑхне хӗрӗх ҫул тытса тӑнӑ: Хеврон хулинче вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ӗнтӗ Соломон хӑй ашшӗн Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ, патшалӑха вӑл питӗ ҫирӗп тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Адония — Аггифа ывӑлӗ — Соломон амӑшӗ Вирсавия патне пынӑ, [ун умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ]. Вирсавия ӑна: ырӑ кӑмӑлпа килтӗн-и эсӗ? тенӗ. Лешӗ: ырӑ кӑмӑлпа, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Унтан тата: ман сана каламалли сӑмах пур, тенӗ. Вирсавия: кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Адония каланӑ: эсӗ пӗлетӗн, патшалӑх ман аллӑмраччӗ, пӗтӗм Израиль ман ҫине пулас патша тесе пӑхса тӑратчӗ; анчах патшалӑх, манран куҫса, ман шӑллӑма тиврӗ: Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ пулчӗ ӗнтӗ ку;</verse>
				<verse number="16">халӗ эпӗ санран пӗр ӗҫ тума ыйтатӑп, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ. Вирсавия ӑна: кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Адония каланӑ: тархасласах ыйтатӑп, Соломон патшапа калаҫса пӑхсамччӗ, вӑл сана хирӗҫ пулмӗ, мана вӑл Сунам хули хӗрне Ависагӑна качча патӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вирсавия каланӑ: юрӗ, эпӗ сан ҫинчен патшапа калаҫса пӑхӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вирсавия ӗнтӗ Соломон патша патне Адония ҫинчен калама кӗнӗ. Патша ура ҫине тӑрса ун умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та каллех хӑйӗн пуканӗ ҫине ларнӑ. Вӑл амӑшӗ валли те пукан лартса панӑ, лешӗ ывӑлӗн сылтӑм енне ларнӑ та</verse>
				<verse number="20">ҫапла каланӑ: ман санран пӗр пысӑках мар ӗҫ пирки ыйтмалли пур, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ. Патша ӑна: ыйт, аннем, эпӗ сана кӑмӑл тумасӑр тӑмӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Амӑшӗ каланӑ: Сунам хули хӗрне Ависагӑна Адония пиччӳне качча парсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Соломон патша хӑйӗн амӑшне ҫапла хуравласа каланӑ: мӗншӗн-ха эсӗ Адония валли Сунам хули хӗрне Ависагӑна ыйтатӑн? ун валли патшалӑх та ыйт: вӑл — манӑн пичче, тата унпа Авиафар священник та, Саруия ывӑлӗ Иоав [ҫарпуҫ та туслӑ], тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Соломон патша вара Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса каланӑ: Адония ҫакӑн пек сӑмаха хӑйӗн пуҫне пӗтерме каламан пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр;</verse>
				<verse number="24">паянах, — мана тӗреклентернӗ, ман Давид аттемӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартнӑ, тата, Хӑй каланӑ пек, манӑн килӗме патшалӑх панӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, — Адония паянах вилӗме тивӗҫлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вара Соломон патша Иодай ывӑлне Ванеяна ҫав ӗҫпе янӑ; Ванея кайнӑ та Адонияна чиксе пӑрахнӑ, Адония вилнӗ.</verse>
				<verse number="26">Авиафар священника вара патша ҫапла каланӑ: эсӗ хӑвӑн хирне Анафофа кай; эсӗ вилӗме тивӗҫлӗ, анчах эпӗ сана халлӗхе вӗлерместӗп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Давид аттем умӗнче Ҫӳлхуҫа Патша саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ, аттем мӗн тӳснине эсӗ те тӳссе ирттернӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Соломон ӗнтӗ Авиафара Ҫӳлхуҫа умӗнче священникра тӑрассинчен сирнӗ, ҫапла вара Ҫӳлхуҫа Силом хулинче Илий килӗ ҫинчен мӗн калани тӳрре килнӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакӑн ҫинчен Иоава та хыпар ҫитнӗ, — Иоав вара Адония майлӑ пулнӑ, Соломон майлӑ пулман, — вӑл ӗнтӗ кӗлӗ чатӑрне тарса кайнӑ та парне вырӑнӗн мӑйракинчен ярса тытнӑ.</verse>
				<verse number="29">Соломон патшана Иоав Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрне тарса кайни ҫинчен, вӑл парне вырӑнӗ умӗнче тӑни ҫинчен пӗлтернӗ. Соломон вара Иодай ывӑлне Ванеяна: кай та вӗлер ӑна, [пытар ӑна,] тесе хушса янӑ.</verse>
				<verse number="30">Ванея кӗлӗ чатӑрне пынӑ та ӑна: патша хушрӗ: тух! тенӗ. Лешӗ: ҫук, манӑн кунта вилес килет, тенӗ. Ванея ҫакӑн ҫинчен патшана пӗлтернӗ: Иоав ҫапла каларӗ, мана ҫапла хуравларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Патша Ванеяна каланӑ: хӑй каланӑ пек ту, вӗлер те пытар ӑна, ҫапла Иоав тӑкнӑ айӑпсӑр юна ман ҫинчен те, аттем килӗ ҫинчен те ҫуса яр;</verse>
				<verse number="32">вӑл хӑйӗнчен лайӑх, айӑпсӑр икӗ ара вӗлернӗ: Авенира — Нир ывӑлне, Израиль ҫарпуҫне, тата Амессая — Иефер ывӑлне, Иудея ҫарпуҫне; вӗсене Давид аттеме пӗлтермесӗр хӗҫпе касса пӑрахнӑ, ҫавӑншӑн унӑн юнне Ҫӳлхуҫа унӑн пуҫӗ ҫинех ҫавӑртӑр;</verse>
				<verse number="33">вӗсен юнӗ ӗмӗрлӗхе Иоав пуҫӗ ҫине, ун йӑхӗн пуҫӗ ҫине пултӑр, Давидпа унӑн йӑхне вара, унӑн килӗпе аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫаран ӗмӗрлӗхе канӑҫлӑх пултӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вара Иодай ывӑлӗ Ванея кайнӑ та Иоава чиксе пӑрахнӑ, вӗлернӗ ӑна; Иоава пушхирте хӑйӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче пытарнӑ.</verse>
				<verse number="35">Ун вырӑнне ҫарпуҫ пулма Соломон патша Иодай ывӑлне Ванеяна лартнӑ; [патшалӑха тытса тӑрасси Иерусалимра пулса пынӑ;] Садок священника ӗнтӗ Авиафар вырӑнне [чи аслӑ священника] лартнӑ. [Ҫӳлхуҫа Соломона питех те пысӑк ӑс-хакӑлпа ӑслӑлӑх, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек нумай пӗлӳ панӑ. Соломон пӗтӗм тухӑҫ ывӑлӗсенчен те, Египетри пӗтӗм ӑсчахсенчен те ӑслӑ-тӑнлӑрах пулнӑ. Соломон ӗнтӗ фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменне, пуринчен малтан Турӑ Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсене вӑл ҫичӗ ҫулта вӗҫленӗ. Соломонӑн йывӑр ҫӗклем йӑтакансем ҫитмӗл пин ҫын, тусем хушшинче чул касакансем сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ. Соломон тинӗс туса ун чаракӗсене ларттарнӑ, пысӑк мунча туса лартнӑ, юпасем лартнӑ, картишӗнче ҫӑл кӑларттарнӑ, пӑхӑр тинӗс тутарнӑ, тӗреклӗлетсе кермен тунӑ, Давид хулине ҫирӗплетнӗ. Фараон хӗрӗ ӗнтӗ Давид хулинчен патша ун ятне лартнӑ кермене куҫнӑ; ҫавӑн чухне Соломон хула йӗри-тавра хӳме ҫавӑрнӑ. Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑма парне вырӑнӗ тунӑ, ун ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем — кӳнӗ, ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрнӗ, ӗнтӗ Ҫурта туса пӗтернӗ. Соломон пуҫарнӑ ӗҫсене астуса тӑма лартнӑ тӗп пуҫлӑхсем виҫӗ пин те ултҫӗрӗн пулнӑ, вӗсем ӗҫ ӗҫлекен халӑха йӗркере тытса тӑнӑ. Соломон ҫапла Ассур, Магдон, Газер, Тури Вефорон тата Валалаф хулисене туса лартнӑ; анчах ку хуласене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартнӑ хыҫҫӑн, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тунӑ. Тата хӑй чӗрӗ чухне Давид Соломона ҫапла хушса хӑварнӑ: акӑ санӑн Семей — Бахуримри Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлӗ — пур; эпӗ Маханаим хулине кайнӑ чухне вӑл мана питӗ усал сӑмахсемпе хӑртнӑччӗ; анчах вӑл Иордан патӗнче мана хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ те, эпӗ вара ӑна Ҫӳлхуҫана асӑнса: «сана вӗлермӗп» тесе тупа тунӑччӗ; эсӗ ӑна хаса памасӑр ан хӑвар: эсӗ ӑслӑ ҫын, ҫавӑнпа, унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка юн ӑшӗнче ӑсатас тесессӗн, ӑна мӗн тумаллине хӑвах пӗлетӗн, тенӗ.]</verse>
				<verse number="36">Ӗнтӗ патша Семее чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Иерусалимра ҫурт ларт та ҫакӑнтах пурӑн, кунтан ниҫта та тухса ан ҫӳре;</verse>
				<verse number="37">пӗлсе тӑр: унтан тухса Кедрон юхӑмӗ урлӑ каҫнӑ кун эсӗ вилетӗнех; юну хӑвӑн пуҫу ҫине пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Семей патшана каланӑ: юрӗ; патша хуҫамӑм мӗнле хушнӑ, санӑн чуру ҫапла тӑвӗ, тенӗ. Семей вара Иерусалимра нумай вӑхӑт хушши пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="39">Анчах тепӗр виҫӗ ҫултан Семейӗн икӗ чури Анхус патне — Геф патши, Мааха ывӑлӗ патне — тарнӑ. Семее: итле, санӑн чурусем Гефра, тесе пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="40">Семей вара ашакне йӗнерлесе Геф хулине Анхус патне чурисене шырама тухса кайнӑ. Семей ҫапла хӑйӗн чурисене Гефран илсе таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="41">Соломона ӗнтӗ Семей Иерусалимран Гефа кайса килни ҫинчен хыпар ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="42">Патша ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ те ҫапла каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫана асӑнса тупа туманччӗ-и сана: «пӗлсе тӑр, ӑҫта та пулин тухса кайнӑ кун эсӗ вилетӗнех» тесе каламанччӗ-и? эсӗ мана: «юрӗ» тенӗччӗ;</verse>
				<verse number="43">мӗншӗн-ха, эппин, эпӗ сана Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа туса хушнине итлемерӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Патша Семее тата та каланӑ: эсӗ манӑн Давид аттеме мӗн чухлӗ усал кӑтартнине хӑв та пӗтӗмпех пӗлетӗн, чӗрӳ те пӗлет; Ҫӳлхуҫа санӑн усаллӑхна хӑвӑн пуҫу ҫине ҫавӑртӑр!</verse>
				<verse number="45">Соломон патша вара мухтавлӑ пултӑр, Давидӑн аслӑ пуканӗ те Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрех тӗреклӗ пултӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Унтан патша Иодай ывӑлне Ванеяна мӗн тумаллине хушнӑ, Ванея кайнӑ та Семее чиксе пӑрахнӑ, лешӗ вилнӗ вара.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">[Патшалӑх Соломон аллинче тӗреклӗленсе ҫитсессӗн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="2">Халӑх парнесене ҫаплах сӑрт тӳпемӗсем ҫинче кӳрсе тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартман пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="3">Хӑйӗн ашшӗ Давид панӑ йӗркепе пурӑнса, Соломон Ҫӳлхуҫана юратса-ӗненсе пурӑннӑ; анчах вӑл та сӑрт тӳпемӗсем ҫинче парнесем кӳрсе тӑнӑ, унта ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫапла парне кӳмешкӗн патша Гаваон хулине кайнӑ: унта тӗп парне вырӑнӗ пулнӑ. Ҫав парне вырӑнӗ ҫинче Соломон пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем пин парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="5">Гаваонра Соломона ҫӗрле тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, Турӑ ҫапла каланӑ: мӗн парас сана, ыйт, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку;</verse>
				<verse number="7">эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп;</verse>
				<verse number="8">Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук;</verse>
				<verse number="9">Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Соломон ҫапла ыйтни Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Турӑ ӑна каланӑ: ҫапла ыйтнӑшӑн, хӑвӑншӑн вӑрӑм кунҫулпа пуянлӑх ыйтманшӑн, хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, анчах пӗлсе сут тума ӑс-хакӑл ыйтнӑшӑн</verse>
				<verse number="12">Эпӗ ху ыйтнӑ пек тӑвӑп: акӑ Эпӗ сана тӗрӗс те ӑслӑ чӗре паратӑп, ӗнтӗ сан умӗн те сан евӗрли пулман, сан хыҫҫӑн та сан евӗрли пулас ҫук, тенӗ;</verse>
				<verse number="13">Эпӗ сана ху ыйтманнине те, пуянлӑхпа чап та, паратӑп, ҫапла вара хӑвӑн пӗтӗм кунҫулу тӑршшӗнче те патшасем хушшинче сан евӗрли пулмӗ;</verse>
				<verse number="14">эсӗ, хӑвӑн Давид аҫу ҫӳренӗ пек, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрса Ман ҫулпа ҫӳресессӗн, Эпӗ санӑн кунҫулна та тӑсса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑн чухне Соломон ыйхинчен вӑраннӑ та — акӑ ку тӗлӗк пулнӑ-мӗн. Ӗнтӗ вӑл Иерусалима кайнӑ, [парне вырӑнӗ умне] Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умне тӑрса, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ, унтан пӗтӗм тарҫи-тӗрҫи валли пысӑк ӗҫкӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне патша умне икӗ аскӑн арӑм пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Пӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ах хуҫамӑм! эпир ҫак хӗрарӑмпа иксӗмӗр пӗр ҫуртра пурӑнатпӑр; эпӗ вӑл курса тӑнӑ ҫӗрте ҫав ҫуртра ача ҫуратрӑм;</verse>
				<verse number="18">эпӗ ҫуратсассӑн виҫҫӗмӗш кунне ҫак хӗрарӑм та ача ҫуратрӗ; пӗрле пулнӑ эпир, ҫуртра пирӗнпе пӗрле пӗр ют ҫын та пулман; ҫуртра эпир иксӗмӗр анчах пулнӑ;</verse>
				<verse number="19">вара ҫӗрле ҫак хӗрарӑмӑн ывӑлӗ вилнӗ: вӑл ӑна ыйхӑ тӗлӗшшӗн хӑй айне туса вӗлернӗ;</verse>
				<verse number="20">хайхискер тӑнӑ та ҫӗрле, эпӗ, санӑн чуру, ҫывӑрнӑ чухне, ман ывӑлӑма манран илсе ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне хунӑ, хӑйӗн вилнӗ ывӑлне вара ман кӑкӑрӑм ҫумне хунӑ;</verse>
				<verse number="21">ирхине ывӑлӑма ӗмӗртес тесе тӑтӑм та, ак хайхи, вӑл вилнӗ-мӗн; ҫутӑларахпа тинкеререх пӑхатӑп та — ку вӑл хам ҫуратнӑ ывӑл мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Унтан тепӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ҫук, ман ывӑл чӗрех, сан ывӑлу вилӗ, тенӗ. Лешӗ каланӑ ӑна: ҫук, сан ывӑлу вилӗ, манӑн — чӗрӗ, тенӗ. Патша умӗнче вӗсем ҫапла тавлашса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Патша каланӑ вара: ку: ман ывӑл чӗрӗ, сан ывӑлу вилӗ, тет; лешӗ: ҫук, сан ывӑлу вилӗ, манӑн ывӑл — чӗрӗ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Патша: мана хӗҫ парӑр-ха, тенӗ. Патша патне хӗҫ илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="25">Патша каланӑ: чӗрӗ ачана ҫурмаран касса икке пайлӑр та пӗр пайне пӗрне, тепӗр пайне тепӗрне парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Чӗрӗ ывӑллӑ арӑм вара патшана ҫапла хуравланӑ: ах, хуҫамӑм! чӗрӗ ачана ҫак хӗрарӑма парӑр, ан вӗлерӗр ачана, тенӗ: мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн ывӑлне хӗрхеннипе унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ пӑлханса ӳкнӗ. Тепӗр хӗрарӑмӗ: мана та, сана та ан пултӑр, касӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Патша вара: ан вӗлерӗр, чӗрӗ ачана ҫак арӑма парӑр: вӑл — унӑн амӑшӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Патша ӗҫе мӗнле татса парса сут туни ҫинчен пӗтӗм Израиль илтнӗ. Вара патшаран хӑра пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн сут тунӑ чухне ӑна Турӑ панӑ ӑслӑлӑх пулӑшса пынине курнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Соломон патша пӗтӗм Израиле тытса тӑракан патша пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ун ҫумӗнче пулнӑ пуҫлӑхсем ҫаксем: Садок священник ывӑлӗ Азария;</verse>
				<verse number="3">Сива ывӑлӗсем Елихорефпа Ахия, ҫыруҫӑсем; Ахилуд ывӑлӗ Иоасафат, самана ҫыруҫи;</verse>
				<verse number="4">Иодай ывӑлӗ Ванея, ҫарпуҫ; Садокпа Авиафар — священниксем;</verse>
				<verse number="5">Нафан ывӑлӗ Азария, халӑха пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ; Нафан священник ывӑлӗ Завуф — патша тусӗ;</verse>
				<verse number="6">Ахисар — патша ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑх; Авда ывӑлӗ Адонирам — аслӑ алманчӑ.</verse>
				<verse number="7">Тата Соломонӑн пӗтӗм Израиль хушшинче пуҫлӑх туса лартнисем вуниккӗн пулнӑ, вӗсем патшапа унӑн килӗ валли апат-ҫимӗҫ кӳрсе тӑнӑ: ҫулталӑкра кашнийӗн пӗр уйӑхлӑха апат-ҫимӗҫ тӑратмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Акӑ вӗсен ячӗсем: Бен-Хур — Ефрем тӑвӗ ҫинче;</verse>
				<verse number="9">Бен-Декер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, Беф-Хананра;</verse>
				<verse number="10">Бен-Хесед — Арюбофра; Соко тата пӗтӗм Хефер ҫӗрӗ те ун аллинче пулнӑ;</verse>
				<verse number="11">Бен-Авинадав — пӗтӗм Нафаф-Дора тытса тӑнӑ; Соломон хӗрӗ Тафафь унӑн арӑмӗ пулнӑ;</verse>
				<verse number="12">Ахилуд ывӑлӗ Ваана — Фаанахпа Мегиддора тата Изреельтен анатарахри Цартан ҫывӑхӗнчи пӗтӗм Беф-Санра, тата Беф-Санпа Абел-Мехол хутлӑхӗнче, тата Иокмеам леш енчи ҫӗрсенче те;</verse>
				<verse number="13">Бен-Гевер — Галаад ҫӗрӗнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывӑлӗн Иаирӑн Галаадри ялӗсем пулнӑ; ҫавӑн пекех Васанри Аргов тӑрӑхӗ тата хӳме хӳнӗ, пӑхӑр хӑлӑплӑ хапхасем лартнӑ утмӑл пысӑк хула та унӑнах пулнӑ;</verse>
				<verse number="14">Гиддо ывӑлӗ Ахинадав — Маханаимра;</verse>
				<verse number="15">Ахимаас — Неффалим ҫӗрӗнче; вӑл Соломон хӗрне Васемафана качча илнӗ;</verse>
				<verse number="16">Хушай ывӑлӗ Ваана — Асир ҫӗрӗнче тата Баалофра;</verse>
				<verse number="17">Паруах ывӑлӗ Иосафат — Иссахар ҫӗрӗнче;</verse>
				<verse number="18">Ела ывӑлӗ Шимей — Вениамин ҫӗрӗнче;</verse>
				<verse number="19">Урий ывӑлӗ Гевер — Галаад ҫӗрӗнче, Амморей патшийӗн Сигон ҫӗрӗнче, Васан патшийӗн Ог ҫӗрӗнче. Ӑна ҫак ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑхлӑ Иудӑпа Израиль ӗҫнӗ, ҫинӗ, савӑнса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чиккисем таран пур патшалӑх та Соломон аллинче пулнӑ. Вӗсем парнесем кӳрсе тӑнӑ, Соломон ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӑна пӑхӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор,</verse>
				<verse number="23">пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх;</verse>
				<verse number="24">Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Соломон вӑхӑтӗнче Иудӑпа Израиль — Дан хулинчен пуҫласа Вирсавия хули таранах — тӑнӑҫлӑн, кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм пахчийӗпе смоква йывӑҫӗсем айӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="26">Соломонӑн ҫар ураписене кӳлмелли лашасем валли хӗрӗх пин вите пӳлмекӗ, утлӑ ҫар валли вуникӗ пин пӳлмек пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Халӑх хушшине пуҫлӑха лартнӑ леш вуникӗ пуҫлӑх Соломона патша сӗтелӗ валли мӗн кирлине пурне те кашнийӗ хӑйӗн уйӑхӗнче кӳрсе тӑнӑ, вӗсем нимӗн тӗлӗшӗнчен те ҫителӗксӗр паманни пулман.</verse>
				<verse number="28">Патша тӑнӑ вырӑна лашасемпе мулсем валли, кашнийӗ хӑйӗн черечӗпе, урпа тата улӑм кӳре-кӳре панӑ.</verse>
				<verse number="29">Турӑ Соломона ӑслӑлӑхпа питех те пысӑк ӑс-хакӑл, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек виҫесӗр ӑстӑн панӑ.</verse>
				<verse number="30">Соломонӑн ӑсӗ-тӑнӗ тухӑҫ ывӑлӗсен ӑсӗнчен те, Египет ҫыннисен пур ӑслӑлӑхӗнчен те пысӑкрах пулнӑ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл пур ҫынран та ӑслӑрах пулнӑ: Езран ывӑлӗнчен Ефанран та, Махол ывӑлӗсенчен Еманран та, Халколпа Дардӑран та, унӑн ячӗ таврари пур халӑх хушшинче те чапа тухнӑ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл хайланӑ ытарӑшсен шучӗ виҫӗ пине ҫитнӗ, юррисем унӑн пин те пилӗк юрӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="33">вӑл йывӑҫ-курӑк ҫинчен каланӑ, Ливан кедрӗнчен пуҫласа хӳме ҫинче шӑтса ӳсекен иссоп таранах пӗлнӗ вӑл, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те, кайӑк-кӗшӗк ҫинчен те, ҫӗлен-калта ҫинчен те, пулӑсем ҫинчен те каланӑ.</verse>
				<verse number="34">Соломонӑн ӑслӑ сӑмахӗсене итлеме пур халӑх хушшинчен те пырса ҫӳренӗ, патшасем те хӑйсен ӑсчахӗсене Соломон патша каланине итлеме янӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Соломона ашшӗ вырӑнне патшана лартса ҫу сӗрни ҫинчен илтсессӗн, Тир патши Хирам ун патне хӑйӗн тарҫисене янӑ: Хирам ӗмӗр тӑршшӗпех Давидпа туслӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ:</verse>
				<verse number="3">эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ;</verse>
				<verse number="4">халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук;</verse>
				<verse number="5">халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп;</verse>
				<verse number="6">ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.</verse>
				<verse number="7">Соломон сӑмахӗсене илтсессӗн, Хирам питӗ савӑнса кайнӑ та каланӑ: Давида ҫав йышлӑ халӑха тытса тӑма ӑслӑ ывӑл панӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ пултӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп;</verse>
				<verse number="9">ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Хирам ӗнтӗ Соломона, ун кӑмӑлне ҫырлахтарса, ҫителӗклех кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Соломон вара Хирам килне апат-ҫимӗҫ валли ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм кор чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ панӑ: Соломон Хирама ҫулсерен ҫавӑн чухлӗ парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Соломона ӑслӑлӑх панӑ. Хирампа Соломон пӗр-пӗринпе ҫураҫуллӑ пурӑннӑ, вӗсем вара хӑйсем хушшинче килӗшӳ тунӑ.</verse>
				<verse number="13">Соломон пӗтӗм Израиле черетпе ӗҫлеттерме хушнӑ; вӑтӑр пин ҫыннӑн ӗҫлемелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсене Ливана вуншар пин ҫыннӑн, ылмаштарса, уйӑхлӑха ярса тӑнӑ; пӗр уйӑх вӗсем Ливанра пулнӑ, икӗ уйӑх хӑйсен килӗнче пурӑннӑ. Адонирам вӗсене пуҫлӑх пулса тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Тата Соломонӑн йывӑр йӑтаканӗсем ҫитмӗл пин ҫын, ту хушшинче чул касаканӗсем сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Кунсӑр пуҫне тата унта ӗҫ тӑвакан халӑха астуса тӑма лартнӑ виҫӗ пин те виҫҫӗр пуҫлӑх пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Патша Ҫурт никӗсӗ валли пысӑк чулсем, хаклӑ чулсем, чутласа янтӑланӑ чулсем турттарса тӑма хушнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсене Соломон ӗҫлевҫисемпе Хирам ӗҫлевҫисем тата Гивал хули ҫыннисем чутла-чутла якатнӑ, Ҫурт лартма ҫапла [виҫӗ ҫул] йывӑҫпа чул хатӗрленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа тӑватҫӗр сакӑрвуннӑмӗш ҫулхине, Соломон Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине иккӗмӗш уйӑхра, зиф уйӑхӗнче, Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="2">Соломон Ҫӳлхуҫа валли лартнӑ Ҫуртӑн тӑршшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм икӗ, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр икӗ чике пулнӑ,</verse>
				<verse number="3">Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ Ҫурт сарлакӑш пек ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ вунӑ чике пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫурт чӳречисене Соломон решеткеллӗ тунӑ, анисене вашӑк кӑларса хупӑр чӳречесем тунӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫурт стенисем ҫумне, Ҫуртпа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм йӗри-тавра, хушма хуралтӑ тӗксе тунӑ; тата йӗри-тавраллах «айккинчи пӳлӗмсем» тенӗ пӳлӗмсен ӗречӗ ҫавӑрса тухнӑ.</verse>
				<verse number="6">Тӗксе тунӑ хушма хуралтӑн аялти хучӗ хӑйӗн сарлакӑшӗпе пилӗк чике, варринчи — ултӑ чике, виҫҫӗмӗш хучӗ вара ҫичӗ чике сарлакӑш пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн, хушма хуралтӑ Ҫурт стенисене перӗнсе тӑмаллах ан пултӑр тесе, Ҫурт тавралла тул енчен картлаҫсем тунӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫурт лартнӑ ӗҫе чутласа янтӑланӑ чул ярса тӑнӑ; Ҫурт лартнӑ чухне унта ҫапкӑч, чусла е ытти нимӗнле тимӗр сӑпрай сасси те илтӗнмен.</verse>
				<verse number="8">Варринчи хута кӗмелли алӑк Ҫуртӑн сылтӑм енче пулнӑ. Пӑрӑмлӑ пусма тӑрӑх варринчи хута, варринчи хутран вара виҫҫӗмӗшне кӗрсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫапла Соломон Ҫурт лартнӑ, туса пӗтернӗ ӑна, ҫиелтен Ҫурта кедр хӑмипе сӑртарнӑ.</verse>
				<verse number="10">Пӗтӗм Ҫурт ҫумне пилӗк чике ҫӳллӗш айккинчи пӳлӗмсем туса тухнӑ; вӗсене, кедр пӗренисемпе усӑ курса, Ҫуртпа сыпӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Соломона ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="12">акӑ эсӗ Ҫурт лартатӑн; эхер те эсӗ, Эпӗ кӑтартса панӑ йӗркесемпе Манӑн ӳкӗтсене пурне те тытса тӑрса, Эпӗ хунӑ йӗркесене пӑхӑнса пурӑнсассӑн, Эпӗ Давид аҫуна каланӑ сӑмахӑма сан тӗлӗшрен вырӑна килтерӗп,</verse>
				<verse number="13">Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, Хамӑн Израиль халӑхне пӑрахмӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла ӗнтӗ Соломон Ҫурт лартнӑ, туса пӗтернӗ ӑна.</verse>
				<verse number="15">Ҫурт стенисене шалтан кедр хӑмапа сӑрнӑ; Ҫурта шалтан урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиччен йывӑҫпа сӑрнӑ, урайне кипарис хӑми сарса тухнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫуртӑн хыҫал енче, хӗрринчен ҫирӗм чикере, стена хӑпартнӑ, стенасемпе маччана кедр хӑмисемпе сӑрнӑ, ҫапла тунӑ пӳлӗме Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫуртӑн малти пайӗ хӗрӗх чике тӑршшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫурт ӑшчиккине сӑрнӑ кедр хӑмасене йӑлтах хӑяр, ҫурӑлакан ҫеҫке ӗренкисем каса-каса кӑларса эрешленӗ; чул пачах та курӑнман, пурне те кедр витсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫуртри Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине лартма тунӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫав пӳлӗмӗн вӑрӑмӑшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ ҫирӗм чике пулнӑ; ӑна таса ылтӑнпа сӑрнӑ; парне вырӑнне вара кедр хӑмапа сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="21">Соломон Ҫурта та шалтан таса ылтӑнпа сӑрнӑ, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умне ылтӑн сӑнчӑрсем ҫактарнӑ, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме те ылтӑнпа сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="22">Пӗтӗм Ҫурта ылтӑнпа сӑрнӑ, пӗтӗм Ҫурта йӑлтах, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнчи парне вырӑнне те пӗтӗмпе ылтӑнпа сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="23">Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме ҫу йывӑҫҫинчен вунӑ чике ҫӳллӗш икӗ херувим туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="24">Херувимӑн пӗр ҫуначӗ пилӗк чике тӑршшӗ, тепӗр ҫуначӗ те пилӗк чике тӑршшӗ пулнӑ; пӗр ҫуначӗ вӗҫӗпе тепӗр ҫуначӗ вӗҫӗ хушши вунӑ чике пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Тепӗр херувимӗ те вунӑ чике ҫӳллӗш пулнӑ; икӗ херувимӗ те пӗрешкел виҫеллӗ, пӗрешкел евӗрлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Пӗр херувимӗн ҫӳллӗшӗ вунӑ чике, тепӗр херувимӗн те ҫавӑн пекех пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Херувимсене Соломон Ҫуртӑн шалти пайӗн варрине лартнӑ. Херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, пӗрин ҫуначӗ Ҫуртӑн пӗр енне, тепӗр херувимӗн ҫуначӗ тепӗр енне перӗнсе тӑнӑ; иккӗмӗш ҫуначӗсем вӗсен Ҫурт варринче ҫунатпа ҫунат сӗртӗнсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="28">Херувимсене Соломон ылтӑнпа сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="29">Ҫуртӑн пӗтӗм стени ҫине, икӗ пӳлӗмӗн стенисем ҫине те йӗри-таврах херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан ҫеҫкесем каса-каса ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫурт урайне, шалти тата малти уйрӑмсен урайне, ылтӑнпа сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="31">Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗме ҫу йывӑҫҫинчен алӑк тутарнӑ, сулисем унӑн пилӗк кӗтеслӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫу йывӑҫҫинчен тунӑ алӑкӑн икӗ хупӑлчи ҫине те херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ те ылтӑнпа сӑрнӑ; херувимсене те, пальмӑсене те ылтӑнпа витнӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫурта кӗнӗ ҫӗрти алӑк суллисене ҫу йывӑҫҫинчен, тӑватӑ кӗтеслӗ тунӑ,</verse>
				<verse number="34">кипарис йывӑҫҫинчен тата икӗ алӑк тунӑ; пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлчи енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑннӑ, тепӗр алӑкӗн икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑннӑ.</verse>
				<verse number="35">Вӗсем ҫине херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="36">Виҫӗ ӗрет чутласа янтӑланӑ чул сарса, пӗр ӗрет кедр пӑрӑсӗ сарса шалти картиш тунӑ.</verse>
				<verse number="37">Тӑваттӑмӗш ҫулхине, зиф уйӑхӗнче, [иккӗмӗш уйӑхра,] Соломон ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ,</verse>
				<verse number="38">вуннӑмӗш ҫулхине вара, бул уйӑхӗнче, — ку уйӑх саккӑрмӗш, — вӑл ӑна мӗнпур хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе пӗрле, Ҫурчӗ мӗнле пулмаллине малтан пӗтӗмпе палӑртса хунӑ пек туса пӗтернӗ; ҫичӗ ҫул тунӑ ӑна.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Хӑйӗн керменне вара Соломон вунвиҫӗ ҫул хушши тунӑ, ҫав хушӑра пӗтӗм керменне туса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав керменре Ливанра ӳсекен кедр йывӑҫҫинчен тунӑ зал пулнӑ, унӑн тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пулнӑ. Унта виҫӗ ӗрет кедр юпа ларнӑ, кашни ӗретӗнче вунпилӗк юпа пулнӑ, вӗсем ҫине кедр пӑрӑссем хунӑ; маччине те кедртанах тунӑ.</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">Кашни стени ҫинче виҫӗ ӗрет чӳрече пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Алӑкӗсемпе чӳречисем тӳрӗ кӗтеслӗ пулнӑ, стенисем ҫинчи чӳречисем тӗлме-тӗл пулнӑ, виҫӗ ӗречӗ те — ҫавӑн пек.</verse>
				<verse number="6">Колоннӑллӑ залӑн тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ вӑтӑр чике пулнӑ; ҫав юпасем зал тӑррине тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Тата патша пуканӗ ларакан зал пулнӑ, ӑна Тӳрӗ сут залӗ тенӗ — Соломон тавӑҫсене ҫавӑнта татса панӑ; ӑна урайӗнчен пуҫласа маччине ҫитиччен кедр сӑрнӑ;</verse>
				<verse number="8">Соломонӑн хӑй пурӑнакан керменӗ тепӗр картишӗнче, Тӳрӗ сут залӗ хыҫӗнче пулнӑ, ӑна та ҫавӑн пекех капӑрлатнӑ. Хӑй качча илнӗ фараон хӗрӗ валли те Соломон ҫавӑн евӗрлӗ кермен лартса панӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакна пурне те шал енчен те, тул енчен те, никӗсрен пуҫласа ҫӳл хысаксем таранах, тул енчен вара аслӑ картишне ҫитичченех, виҫеллӗ чутланӑ, пӑчӑкӑпа касса янтӑланӑ хаклӑ чулран тунӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Никӗсе хаклӑ чулсем, вунӑ чике хулӑнӑш, сакӑр чике хулӑнӑш пысӑк чулсем янӑ,</verse>
				<verse number="11">ҫиелтен те ҫав виҫепех касса янтӑланӑ хаклӑ чулсем тата кедр пӑрӑссем хунӑ.</verse>
				<verse number="12">Аслӑ картише йӗри-тавра виҫӗ ӗрет чул хӳмепе, тепӗр ӗрет йывӑҫ хӳмепе карталаса ҫавӑрнӑ — вӗсене чутласа янтӑланӑ чултан, кедр пӗренерен хӳнӗ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн шалти картишне те, Ҫурт пӑлтӑрне те ҫавӑн пекех карталанӑ.</verse>
				<verse number="13">Соломон патша Тир хулинчен Хирама — пӗр тӑлӑх арӑм ывӑлне,</verse>
				<verse number="14">Неффалим йӑхӗнчен тухнӑскере — чӗнтерсе килтернӗ. Унӑн ашшӗ, Тир хули ҫынни, пӑхӑрҫӑ пулнӑ; ҫавӑнпа унӑн пӑхӑртан тӗрлӗрен япала ӑсталас пултарулӑх, ӑсталӑх, пӗлӳ пулнӑ. Ҫапла вӑл Соломон патша патне килнӗ те ун патӗнче тӗрлӗрен ӗҫ туса тӑра пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="15">ҫапла вӑл вунсакӑршар чике ҫӳллӗш икӗ пӑхӑр юпа тунӑ, икӗ юпине те йӗри-тавра вуникӗ чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ;</verse>
				<verse number="16">юпасене илемлӗн тӑрӑлама Хирам пӑхӑртан икӗ кӑшӑл шӑратса кӑларнӑ: пӗр кӑшӑлӗ пилӗк чике ҫӳллӗш, тепӗр кӑшӑлӗ те пилӗк чике ҫӳллӗшех пулнӑ;</verse>
				<verse number="17">юпа тӑрринчи кӑшӑлсем валли ала евӗрлӗ виткӗҫсем ҫыхнӑ, вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ: пӗр кӑшӑлӗ ҫинче вӗсем ҫиччӗ, тепӗр кӑшӑлӗ ҫинче те ҫиччӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫапла Хирам юпасене туса ҫитернӗ, юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен виткӗҫе йӗри-тавра икӗ ӗрет нар улмисемпе эрешленӗ; тепӗр кӑшӑлне те ҫаплах капӑрлатнӑ.</verse>
				<verse number="19">Пӑлтӑр юписен кӑшӑлӗсене вара лили евӗрлӗ тунӑ, вӗсем тӑватӑ чике ҫӳллӗш пулнӑ,</verse>
				<verse number="20">ҫапла ӗнтӗ икӗ юпи ҫинче те, виткӗҫ хӗрринчи мӑкӑрӑлчӑкран ҫӳлерех тӑрӑ кӑшӑлӗсене йӗри-тавра икӗ ӗретӗн икҫӗр нар улми капӑрлатса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="21">Юпасене Ҫурт пӑлтӑрӗ патне лартнӑ; сылтӑм енне лартнӑ юпана Иахин тесе ят панӑ, сулахай енне лартнӑ юпана Воаз тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="22">Юпасене лили евӗрлӗ тунӑ кӑшӑлсемпе тӑрӑланӑ; ҫапла юпа ӗҫӗ вӗҫленнӗ.</verse>
				<verse number="23">Унтан пӑхӑртан шӑратса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ: унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ, йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ун хӗррин айӗпе икӗ ӗрет хӑяр ӗренкисен эрешӗ пынӑ, кашни чике тӑршшӗне вуншаррӑн вырӑнаҫса, тинӗсе вӗсем йӗри-тавра пур енчен те эрешлесе тӑнӑ; хӑяр ӗренкисемпе тинӗсе пӗрлех шӑратса кӑларнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ; тинӗс вӗсем ҫинче выртнӑ, вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Хулӑнӑшӗпе тинӗс хуранӗ алӑ тупанӗ хулӑнӑш пулнӑ, унӑн хӗрри, алтӑр хӗрри евӗрлӗскер, ҫурӑлса сарӑлнӑ лили чечекне аса илтернӗ. Тинӗсе икӗ пин бат шӑнӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="27">Унтан Хирам вунӑ пӑхӑр сапан тунӑ; кашни сапанӑн тӑршшӗ тӑватӑ чике, сарлакӑшӗ тӑватӑ чике, ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Сапансене акӑ мӗнле тунӑ: вӗсем тӑватӑ аяклӑ ещӗк евӗрлӗ, аякӗсене кӗтес тыткӑчисем тытӑнтарса тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="29">сапансен аякӗсем ҫине те, кӗтес тыткӑчисем ҫине те арӑслансемпе вӑкӑрсем тата херувимсем ӳкернӗ пулнӑ, арӑслансемпе вӑкӑрсенчен ҫӳлерех те, аяларах та вара лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисем пулнӑ;</verse>
				<verse number="30">кашни сапанӑн — тӑватӑ пӑхӑр кустӑрмапа пӑхӑр тӗнӗлсем. Тӑватӑ кӗтессинче те — хулпуҫҫи евӗрлӗ хысаксем; аялта та, алтӑр айӗнче, кашни чечек кӑшӑлӗ ҫумӗнче, шӑратса кӑларнӑ хысаксем пур.</verse>
				<verse number="31">Варринчи чечек кӑшӑлӗнчен сапан тӑррине пӗр чике анлӑш хӑвӑл хӑпарать; вӑл юпасен тӗпӗ пекех ҫавра, чике ҫурӑ чухлӗ, ун тавра — ӳкерчӗксем; сапан аякӗсем тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫаврака мар.</verse>
				<verse number="32">Аякӗсем айӗнче — тӑватӑ кустӑрма, тата сапан айӗнчен кустӑрма тӗнӗлӗсем тухса тӑраҫҫӗ; кашни кустӑрма ҫӳллӗшӗ — чике ҫурӑ.</verse>
				<verse number="33">Кустӑрмасене ҫар урапин кустӑрмисене тунӑ пекех тунӑ; вӗсен тӗнӗлӗсемпе тукунӗсем, шӑлӗсемпе кӳпчекӗсем пурте шӑратса тунӑскерсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="34">Кашни сапанӑн тӑватӑ кӗтессинче тӑватӑ хысак; вӗсене сапанпа пӗрле пӗр пӗтӗмӗшле тунӑ.</verse>
				<verse number="35">Сапан тӑрринче чике ҫурӑ ҫӳллӗш ҫаврака вырӑн пур; сапан аврисем — ҫӳлте, вӗсене те пуринпе пӗрле пӗрпӗтӗмӗшле тунӑ.</verse>
				<verse number="36">Сапан аврисем ҫине, аякӗсем ҫине ӑҫта мӗнле вырӑн пур, ҫавӑнта херувимсен, арӑслан кӗлеткисен, пальма йывӑҫҫисен тата лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисене эрешлесе тухнӑ.</verse>
				<verse number="37">Ҫапла Хирам вунӑ сапан тунӑ: вӗсене пурне те пӗр пек шӑратса тунӑ, пуринӗн те пӗр виҫе пулнӑ, пурте пӗр евӗрлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="38">Тата ҫӑвӑнмалли савӑтсем, вунӑ пӑхӑр савӑт, тунӑ: кашни савӑчӗ хӗрӗх бат шӑнӑҫтарнӑ, кашни савӑчӗ тӑватӑ чике сарлакӑш пулнӑ, кашни савӑчӗ вунӑ сапанран пӗрин ҫинче ларнӑ.</verse>
				<verse number="39">Вара сапансене вырӑнаҫтарса тухнӑ: пиллӗкӗшне Ҫуртӑн сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ; тинӗсе Ҫуртӑн сылтӑм енне, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енне, лартнӑ.</verse>
				<verse number="40">Хирам тата ҫӑвӑнмалли чарасем, калаксемпе алтӑрсем тунӑ. Соломон патша патӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли Хирам акӑ мӗн-мӗн тунӑ:</verse>
				<verse number="41">икӗ юпа, вӗсене тӑрӑласа тӑракан икӗ кӑшӑл, кӑшӑлсене витме ҫыхнӑ икӗ виткӗҫ;</verse>
				<verse number="42">икӗ юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен икӗ ӗрет виткӗҫ валли тӑватҫӗр нар улми;</verse>
				<verse number="43">вунӑ сапан, сапансем ҫинчи ҫӑвӑнмалли вунӑ савӑт;</verse>
				<verse number="44">пӗр тинӗс тата тинӗс айӗнчи вуникӗ вӑкӑр кӗлетки;</verse>
				<verse number="45">чарасем, калаксем, алтӑрсем. Хирам Соломона Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли туса панӑ пур япалана та якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан тунӑ.</verse>
				<verse number="46">Патша вӗсене Иордан шывӗ таврашӗнче, Сокхоф хулипе Цартан теекен вырӑн хушшинче, тӑмлӑ тӑпра ҫинче шӑраттарнӑ.</verse>
				<verse number="47">Ӗнтӗ Соломон ҫав пур япалана та вырӑна майлаштарса лартнӑ. Вӗсем питех те нумай пулнӑран ҫак ӗҫе мӗн чухлӗ пӑхӑр кайнине пӗлмен те.</verse>
				<verse number="48">Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли ылтӑн сӗтел;</verse>
				<verse number="49">таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсем — вӗсем Ҫуртӑн кайри уйрӑмӗ умӗнче пиллӗкӗшӗ сылтӑм енче, пиллӗкӗшӗ сулахай енче пулнӑ; ылтӑнран тата чечексем, ҫу савӑчӗсем, хыпкӑчсем,</verse>
				<verse number="50">тирӗксем, ҫӗҫӗсем, алтӑрсем, ӑскӑчсем, тӗтӗркӗчсем тунӑ, шалти Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑк тӑпсисене те, Ҫурт алӑкӗсен тӑпсисене те ылтӑнран тунӑ.</verse>
				<verse number="51">Ҫапла вара Соломон патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тунӑ пӗтӗм ӗҫ вӗҫленнӗ. Соломон ӗнтӗ ашшӗ мӗн халалласа хӑварнине илсе пынӑ: ылтӑн-кӗмӗле, ытти япаласене Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшне хывнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Соломон вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те хӑй патне Иерусалима чӗнтернӗ.</verse>
				<verse number="2">Афаним уйӑхӗнче, — вӑл ӗнтӗ ҫиччӗмӗш уйӑх шутланать, — Соломон патша патне уява пӗтӗм Израиль ҫынни пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ; священниксем саккун арчине йӑтнӑ та</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине те, пуху чатӑрне те, чатӑрти мӗнпур таса япалана та йӑтса кайнӑ; вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.</verse>
				<verse number="5">Соломон патшапа ун патне пухӑннӑ пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ытла та нумай пулнӑран шутласа та кӑларайми вак тата шултӑра выльӑх парне кӳрсе, арча умӗнчен пынӑ.</verse>
				<verse number="6">Священниксем Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне — Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне — лартса хунӑ.</verse>
				<verse number="7">Херувимсем ҫуначӗсене арча вырӑнӗ ҫийӗн сарса тӑнӑ, херувимсем арчапа унӑн каштисене ҫӳлтен хупӑрласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем Сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта.</verse>
				<verse number="9">Саккун арчинче икӗ чул хӑмасӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман; вӗсене унта Моисей Хорив тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Египетран илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсемпе халал хывнӑ чухне хунӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Священниксем Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗлӗт кӗрсе тулнӑ;</verse>
				<verse number="11">ҫав пӗлӗте пула, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑран, священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗттӗмре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ;</verse>
				<verse number="13">эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, Санӑн ӗмӗрхи вырӑну ҫакӑнта пултӑр терӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Унтан халӑх еннелле ҫаврӑнса патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, —</verse>
				<verse number="15">Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе каланине халӗ Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ! Туррӑмӑр каланӑччӗ:</verse>
				<verse number="16">«Хамӑн Израиль халӑхне Египетран илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн израильсен нихӑш йӑхӗнче те хула суйламан; [анчах Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе Иерусалима суйласа илтӗм] тата Хамӑн халӑхӑма Израиле тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.</verse>
				<verse number="17">Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ;</verse>
				<verse number="18">анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл;</verse>
				<verse number="19">ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Хӑй каланӑ сӑмахне Ҫӳлхуҫа вырӑна килтерчӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ, Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм;</verse>
				<verse number="21">унта саккун арчи валли вырӑн хатӗрлерӗм, арчара Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе хывнӑ халал упранать, тенӗ патша.</verse>
				<verse number="22">Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе</verse>
				<verse number="23">ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук; Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="24">Эсӗ Хӑвӑн чуруна, манӑн Давид аттеме, мӗн каланине вырӑна килтертӗн; Хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн каланине паянхи кун Хӑвӑн аллупа туса ҫитертӗн.</verse>
				<verse number="25">Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чурушӑн, манӑн аттемшӗн, Ху ӑна: «эхер те санӑн ывӑлусем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр, Ман умӑмра эсӗ ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтмӗҫ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.</verse>
				<verse number="26">Халӗ ӗнтӗ, эй Израиль Турри, Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, каланӑ сӑмаху тӳрре килтӗр!</verse>
				<verse number="27">Чӑнахах та, Туррӑн ҫӗр ҫинче пурӑнмалла-и? ҫӳлти вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть Сана, эпӗ [Сан ятупа] лартнӑ Ҫурт епле шӑнӑҫтарайӗ?</verse>
				<verse number="28">эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ҫапах та Хӑвӑн чуру кӗлтуни ҫине, вӑл тилмӗрсе ыйтни ҫине пӑхсамччӗ; Хӑвӑн чуру паян Сана тархасланине, Сана йӑлӑнса кӗлтунине илтсемччӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫак Ҫурт ҫинчен Эсӗ: «Манӑн ятӑм унта пулӗ» тенӗ, апла Санӑн куҫу ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗ; Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта туса тӑрас кӗлле илтсе тӑрсамччӗ.</verse>
				<verse number="30">Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; Хӑв пурӑнакан вырӑнта, тӳпере, илтсемччӗ, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ.</verse>
				<verse number="31">Кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫынни умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑха кӗнӗ ҫынран вара тупа тума ыйтсассӑн, тупа тумашкӑн ӑна ҫак Ҫурта парне вырӑнӗ умне тӑратсассӑн,</verse>
				<verse number="32">Эсӗ, тӳперен илтсе, Хӑвӑн чурусене сут тусамччӗ: айӑплине усал ӗҫне хӑйӗн пуҫӗ ҫине ҫитерсе айӑпла, тӳррине хӑйӗн тӳрӗлӗхне кура тӳрре кӑларсамччӗ.</verse>
				<verse number="33">Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара, Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса тархасласассӑн,</verse>
				<verse number="34">Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсенӗн ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва тавӑрсамччӗ вӗсене.</verse>
				<verse number="35">Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="36">Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.</verse>
				<verse number="37">Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин инкек-синкек, мӗнле те пулин чир пулать-и —</verse>
				<verse number="38">ҫынсем, инкеке чӗрипе туйса илсе, аллисене ҫак Ҫурт еннелле тӑссассӑн, Санӑн пӗтӗм халӑху хушшинчен пӗр ҫынни те пулин кӗлтуса йӑлӑнсассӑн та,</verse>
				<verse number="39">илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, хӗрхенсемччӗ вара; Эсӗ кирек хӑш ҫынна та, ун чӗри мӗнлине курса, вӑл мӗнле ҫӳренине кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн пур этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн:</verse>
				<verse number="40">ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="41">Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн ятушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, —</verse>
				<verse number="42">вӗсем Санӑн чаплӑ яту ҫинчен, Санӑн хӑватлӑ аллупа Санӑн пысӑк вӑю ҫинчен илтеҫҫех ӗнтӗ, — ҫапла килсе, вӑл ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн,</verse>
				<verse number="43">илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан; ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне: ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑраччӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлччӗр.</verse>
				<verse number="44">Санӑн халӑху Эсӗ кӑтартса янӑ ҫулпа хӑйӗн тӑшманне хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Эсӗ суйласа илнӗ ҫак хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ чухне</verse>
				<verse number="45">илтсемччӗ тӳперен вӗсен кӗллине, вӗсем мӗн ыйтнине, вара вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ.</verse>
				<verse number="46">Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене хӑйсен ҫывӑхри е аякри ҫӗрне кайса ярсассӑн,</verse>
				<verse number="47">вӗсем унта, тыткӑнра пурӑнакан ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="48">вара, хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ тӑшмансен ҫӗрӗнче пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="49">вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ;</verse>
				<verse number="50">Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине, Хӑвӑн умӑнта тунӑ пур айӑпне те каҫарсамччӗ; вӗсене тыткӑна илсе кайнисенӗн чӗрине ҫемҫетсемччӗ, тӑшманӗсем хӗрхенччӗр вӗсене, вӗсемпе ырӑ пулччӑр;</verse>
				<verse number="51">вӗсем — Санӑн халӑху, Ху Египетран, тимӗр кӑмакаран, илсе тухнӑ еткерӳ вӑл.</verse>
				<verse number="52">[Санӑн хӑлхупа] Санӑн куҫу Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлӗшӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗ тӑвакан кӗлӗшӗн уҫӑ тӑччӑр: Сана тархасласа чӗннӗ чухне вӗсене яланах илтмелле пултӑр:</verse>
				<verse number="53">Эсӗ вӗсене, Ху Моисей чуру урлӑ каланӑ пек, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхсен хушшичен Хӑв валли еткерлӗхе уйӑрса илнӗ, эй Ҫӳлхуҫа Патшамӑр! тенӗ Соломон.</verse>
				<verse number="54">Соломон Ҫӳлхуҫана парне вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ. Кӗлтуса пӗтерсессӗн [кӗлли вӗҫленсессӗн], вӑл ура ҫине тӑнӑ, аллисене хӑй ҫаплах ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="55">Ҫапла тӑрса, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне хытӑ сасӑпа каласа пилленӗ:</verse>
				<verse number="56">Хӑйӗн Израиль халӑхне, Хӑй каланӑ пек, лӑпкӑ пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мухтавлӑ! Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ;</verse>
				<verse number="57">пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире,</verse>
				<verse number="58">пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар;</verse>
				<verse number="59">эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ,</verse>
				<verse number="60">вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ;</verse>
				<verse number="61">сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон.</verse>
				<verse number="62">Вара патшапа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="63">Соломон канӑҫлӑх парнине ҫирӗм икӗ пин шултӑра выльӑх тата ҫӗр ҫирӗм пин вак выльӑх панӑ. Патшапа Израилӗн пӗтӗм ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.</verse>
				<verse number="64">Ҫав кунах патша, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе тырӑ-пулӑ парнисем кӳрсе, канӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи картишӗн вӑтаҫӗр пайне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнийӗсен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман.</verse>
				<verse number="65">Ҫавӑн чухне Соломон уяв тунӑ, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль халӑхӗ уявланӑ; пӗтӗм халӑх — Емаф хулинчен пуҫласа Египет шывӗ таран пурӑнакан халӑх — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ умне пуҫтарӑннӑ; [ӗҫнӗ, ҫинӗ, ҫавӑнта туса лартнӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ умӗнче кӗлтунӑ,] ҫичӗ кун, унтан тата ҫичӗ кун — вунтӑватӑ кун уявланӑ.</verse>
				<verse number="66">Саккӑрмӗш кунне Соломон халӑха килӗсене янӑ. Ҫынсем патшана мухтаса, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Давид чуришӗн, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн тунӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе, чӗререн савӑнса хӑйсен килӗсене саланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменне туса лартсассӑн, мӗн тума ӗмӗтленнине пӗтӗмпех туса ҫитерсессӗн Соломона,</verse>
				<verse number="2">Гаваонра курӑннӑ пек, иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне, эсӗ Манран мӗн тархасласа ыйтнине илтрӗм; [пурне те санӑн кӗллӳ тӑрӑх турӑм]. Эсӗ лартнӑ ҫак Ҫурта, унта ӗмӗрӗпех Манӑн ятӑм тӑтӑр тесе лартнӑ Ҫурта, Эпӗ тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм; Манӑн куҫӑмпа Манӑн чӗрем ӗмӗрех унта пулӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ Ман умӑмра, хӑвӑн Давид аҫу пек, таса чӗрепе, тӳрӗ чунпа ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пурне те туса тӑрсассӑн, Манӑн йӗркемсене, Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="5">Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗ ӗмӗрех сан йӑхунтан тухнӑскерӗ пулӗ, Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «санӑн Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтес ҫук» тесе каланӑ пек пулӗ.</verse>
				<verse number="6">Эхер те эсир тата сирӗн ывӑлӑрсем Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене тытса тӑмасассӑн, урӑх турӑсене пӑхӑнма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="7">Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта та пӑрахӑп, Израиль вара халӑх хушшинче ҫын мӑшкӑлӗ, тӗнче кулли пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара ҫак чаплӑ Ҫурт тӗлӗпе иртӳҫӗн кирек кам та шалт тӗлӗнсе-хӑраса шӑхӑрсах ярӗ: «мӗншӗн вара Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗре, ҫак Ҫурта ҫаплах туса хӑварнӑ?» тейӗ.</verse>
				<verse number="9">Калӗҫ вара: «хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсене хапӑл тунӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн — ҫавӑншӑн Турӑ вӗсем ҫине ҫак инкеке янӑ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Икӗ ҫурт — Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ — лартса Соломонӑн ҫирӗм ҫул иртсе кайнӑ,</verse>
				<verse number="11">ҫав ҫулсенче Тир хулин патши Хирам, Соломон кӑмӑлне ҫырлахтарса, кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ тата ылтӑн кӳрсе тӑнӑ пулнӑ, ҫавӑншӑн Соломон патша Хирама Галилея ҫӗрӗнче ҫирӗм хула панӑ.</verse>
				<verse number="12">Хӑйне панӑ хуласене курма Хирам Тир хулинчен тухса пынӑ, ӑна хулисем килӗшмен.</verse>
				<verse number="13">Вӑл вара: тӑванӑм, мӗнле хуласем кусем, эсӗ мана мӗнле хуласем патӑн? тенӗ. Вара вӑл вӗсене Кавул тесе ят панӑ; вӗсем паянхи кунчченех ҫав ятлӑ.</verse>
				<verse number="14">Унтан патшана Хирам ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн ярса панӑ.</verse>
				<verse number="15">Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне туса лартнисӗр пуҫне Соломон тата Милло теекен вырӑна, Иерусалим хӳмине, Гацор, Мегиддо, Газер хулисене туса лартнӑ — пур ҫӗрте те чурасене ӗҫлеттернӗ.</verse>
				<verse number="16">Фараон, Египет патши, пынӑ та Газер хулине туртса илнӗ, ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, хулара пурӑннӑ ханаансене вӗлерсе тухнӑ, хулине вара, хӗр мулӗ вырӑнне, хӑйӗн хӗрне, Соломон арӑмне, панӑ.</verse>
				<verse number="17">Соломон туса лартнӑ хуласем: Газер, Анатри Бефорон,</verse>
				<verse number="18">Ваалаф, пушхирти Фадмор,</verse>
				<verse number="19">вӑл тата сыхлӑх пурлӑхне тытмалли хуласем, ҫар ураписем упранакан хуласем, утлӑ ҫар тӑракан хуласем туса лартнӑ, Соломон ӗнтӗ Иерусалимра, Ливанра, хӑй аллинчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн тума шутланӑ, ҫавна пурне те туса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="20">Израиль йӑхӗнчен тухман халӑхсенчен — аморрейсенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, [ханаансенчен], евейсенчен, иевусейсенчен, [гергесейсенчен] — юлнӑ пӗтӗм халӑха,</verse>
				<verse number="21">вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче юлнӑ, Израиль ывӑлӗсем тӗппипе пӗтереймен вӗсен ачисене Соломон паянхи кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.</verse>
				<verse number="22">Израиль ывӑлӗсене вара Соломон ӗҫлевҫӗсем туман, анчах вӗсем унӑн ҫар ҫыннийӗсем, унӑн тарҫисем, унӑн улпучӗсемпе аслӑ ҫыннисем, унӑн ҫарпуҫӗсем, урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫар ҫулпуҫӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Соломон хушнӑ ӗҫсене тӑваканӗсене пӑхса тӑракансем — ӗҫ ӗҫлекен халӑха астуса тӑракансем — пилӗкҫӗр аллӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Фараон хӗрӗ Давид хулинчен хӑйӗн керменне, Соломон лартса панӑ кермене, куҫса пынӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн патша Милло теекен вырӑна туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа ячӗпе тутарнӑ парне вырӑнӗ ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе тӑнӑ, унтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ. Ҫапла вӑл Ҫурт лартас ӗҫе туса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="26">Соломон патша тата Идумея ҫӗрӗнче Елоф хули ҫывӑхӗнчи Ецион-Гавер теекен хулара, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче, карап тунӑ.</verse>
				<verse number="27">Соломон ҫыннисемпе пӗрле ишме ҫав карап ҫине Хирам тинӗс ӗҫне пӗлекен тата карапсемпе ҫӳреме пӗлекен хӑйӗн ҫыннисене янӑ;</verse>
				<verse number="28">вӗсем Офир ҫӗрне кайнӑ, унтан тӑватҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн илсе тухса Соломон патшана кӳрсе панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон ҫинчен, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чапа кӑларни ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхма килнӗ.</verse>
				<verse number="2">Иерусалим хулине вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ; ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="3">Соломон унӑн пур ыйтӑвне те хуравланӑ, патша хуравлама пултарайманни нимӗн те тупӑнман.</verse>
				<verse number="4">Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ Ҫурта,</verse>
				<verse number="5">ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсен ҫипуҫне, патшана эрех парса тӑраканӗсене курса тӗлӗннӗ, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳнине курнӑ. Вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр,</verse>
				<verse number="6">патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе сан ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ,</verse>
				<verse number="7">анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ; халӗ пӑхатӑп та — сӑмах вӗҫҫӗн мана ҫуррине те каламан: ӑслӑлӑхупа пуянлӑху санӑн эпӗ илтнинчен пысӑкрах-мӗн.</verse>
				<verse number="8">Телейлӗ санӑн ҫыннусем, телейлӗ ялан сан умӑнта тӑракан, сан ӑслӑлӑхна илтекен тарҫусем!</verse>
				<verse number="9">Сана Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартма кӑмӑл тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ пултӑр! Израиле ӗмӗр юратнӑран Ҫӳлхуҫа сана тӳрӗ сут тума, тӗрӗссине тума патшана лартнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара вӑл патшана ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн, темӗн чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх, хаклӑ йышши чул парнеленӗ; Соломон патшана унччен нихӑҫан та Савея ҫӗрӗн майра патши парнеленӗ чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх парнелемен пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Офиртан ылтӑн кӳрсе тӑракан Хирам карапӗ те темӗн чухлӗ хӗрлӗ йывӑҫпа хаклӑ йышши чул илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="12">Соломон ҫав хӗрлӗ йывӑҫран Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ валли — карлӑксем, юрӑҫсем валли кӗслесемпе псалтирьсем тутарнӑ. Халиччен унта нихӑҫан та ҫавӑн чухлӗ хӗрлӗ йывӑҫ пулман, курман япала пулнӑ вӑл.</verse>
				<verse number="13">Соломон патша, хӑй кӑмӑлӗпе парнеленисӗр пуҫне, Савея ҫӗрӗн майра патшине лешӗ мӗн кӑмӑлланине, мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ; вӑл ӑна хӑй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленӗ. Майра патша вара пӗтӗм тарҫи-тӗрҫипе пӗрле каялла хӑйӗн ҫӗрне тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Соломон аллине ҫулсерен ултҫӗр утмӑл ултӑ талант ылтӑн килсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Суту-илӳ карапӗсем парса тӑнӑ ылтӑнсӑр пуҫне Соломон тата тавар салатса ҫӳрекенсенчен, купсасен суту-илӗвӗнчен, Арави патшисенчен тата тӗрлӗ вырӑнти ҫӗр пуҫлӑхӗсенчен те ылтӑн илсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Туптанӑ ылтӑнран Соломон патша икҫӗр пысӑк хулкан тутарнӑ, кашни хулканне тума ултҫӗршер сикль ылтӑн кайнӑ;</verse>
				<verse number="17">тата туптанӑ ылтӑнранах виҫҫӗр пӗчӗк хулкан тутарнӑ, кашни хулканне виҫшер мина ылтӑн кайнӑ; патша вӗсене кедртан тунӑ зал ӑшчиккине тӑратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="18">Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна патша пуканӗ тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа сӑрнӑ;</verse>
				<verse number="19">патша пуканӗ патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ; патша пуканӗн тӑрри хыҫал енче ҫавра пулнӑ, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса пускӑчӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ;</verse>
				<verse number="20">тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан тӑнӑ. Ҫакӑн пекки нихӑш патшалӑхра та пулман.</verse>
				<verse number="21">Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех «Ливан вӑрманӗ» теекен керменри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; кӗмӗлтен туни нимӗн те пулман, мӗншӗн тесессӗн Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман;</verse>
				<verse number="22">патшанӑн тинӗсре, Хирам карапӗпе пӗрле, Фарсис карапӗ пулнӑ; вӑл виҫӗ ҫулта пӗрре ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем кӳрсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Пуянлӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе Соломон патша ҫӗр ҫинчи пур патшаран та малта тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Унӑн чӗрине Турӑ хывнӑ ӑслӑлӑха итлесе пӑхасчӗ тесе ҫӗр ҫинчи пур [патша та] Соломонпа курнӑҫма май шыранӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ.</verse>
				<verse number="26">Соломон урапаллӑ ҫарпа утлӑ ҫар пухса ҫитернӗ; унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут лаша пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ. [Тата вӑл Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур тинӗс ҫинче те хуҫа пулса тӑнӑ.]</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра кӗмӗле ахаль чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="28">Урхамахсене Соломон патша валли Египетран тата Куваран кӳрсе тӑнӑ; патша купсисем вӗсене Куваран укҫалла туянса иле-иле килнӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫар урапине ултҫӗр сикль кӗмӗлле, лашине ҫӗр аллӑпа Египетра туянса кӳрсе тӑнӑ. Ҫав йӗркепех вӗсем ҫакна пӗтӗмпе хет патшисене, Арамея патшисене хӑйсем леҫсе тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Фараон хӗрӗсӗр пуҫне Соломон тата ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсене нумай хӗрарӑма — Моав, Аммон, Эдом, Сидон, хет ҫыннисен хӗрӗсене — юратнӑ,</verse>
				<verse number="2">ҫав халӑхсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене: «вӗсем патне ан кӗрӗр, вӗсем те сирӗн патӑра ан кӗччӗр, ҫапла вӗсем сирӗн чӗрӗре хӑйсен туррисем еннелле ан ҫавӑрайччӑр» тесе каланӑ. Соломон ӗнтӗ ҫавсен хӗрарӑмӗсене кӑмӑлласа пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫапла унӑн ҫичҫӗр арӑм, виҫҫӗр ҫум-арӑм пулнӑ; арӑмӗсем унӑн чӗрине пӑсса янӑ.</verse>
				<verse number="4">Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман.</verse>
				<verse number="5">Соломон ҫапла Сидон йӗрӗхне Астартӑна, аммонсен йӗрӗнчӗкне Милхома пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ Соломон; хӑйӗн ашшӗ пекех, Турӑ ҫулӗпе ҫӳрекен Давид пекех, пулайман.</verse>
				<verse number="7">Соломон ӗнтӗ Иерусалим умӗнчи сӑрт ҫине Хамос кӗлеткин, Моав йӗрӗнчӗкӗн, ҫуртне туса лартнӑ, аммонсен йӗрӗнчӗкӗ Молох валли те ҫурт тунӑ.</verse>
				<verse number="8">Ют ҫӗршывсенчен илнӗ пур арӑмӗ валли те ҫапла тунӑ вӑл; лешӗсем ӗнтӗ хӑйсен туррисем умӗнче тӗтӗрсе, чӳк туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа вара Соломон хӑй чӗрине Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен сивӗтнӗшӗн ҫилленнӗ. Турӑ ӑна икӗ хутчен курӑннӑ,</verse>
				<verse number="10">ӑна урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайма чарнӑ; анчах вӑл Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хушнине туман.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп;</verse>
				<verse number="12">анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп;</verse>
				<verse number="13">пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа вара Соломона хирӗҫ тӑшман — Адера, Эдом патшисен йӑхӗнчен тухнӑ Идумея ҫыннине — кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="15">Унччен, Давид Идумейӑра пулнӑ чухне, унта Иоав ҫарпуҫ вӑрҫӑра вилнисене пытарма пынӑ пулнӑ, Идумейӑра вӑл пӗтӗм ар халӑха вӗлерсе тухнӑ,</verse>
				<verse number="16">Иоавпа Израиль ҫыннисем унта ултӑ уйӑх, Идумейӑри пӗтӗм ар халӑха тӗппипе пӗтериччен, пурӑннӑ,</verse>
				<verse number="17">ҫавӑн чухне ҫак Адер хӑй ашшӗ патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ темиҫе идумейпа Египет ҫӗрне тухса тарнӑ; Адер ун чухне ача кӑна пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="18">Мадиан ҫӗрӗнчен тухса кайса вӗсем Фаран пушхирне ҫитнӗ, унта хӑйсемпе пӗрле ҫынсем илнӗ те Египет ҫӗрне фараон патне, Египет патши патне, ҫитнӗ. [Адер фараон патне кӗнӗ,] лешӗ ӑна ҫурт панӑ, пурӑнма мӗн кирлине хунӑ, тата ҫӗр те панӑ.</verse>
				<verse number="19">Адер фараон кӑмӑлне тупнӑ, фараон ӑна хӑй арӑмӗн йӑмӑкне, Тахпенеса майра патша йӑмӑкне, качча панӑ.</verse>
				<verse number="20">Тахпенеса йӑмӑкӗ Адера ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Генуват ятлӑ хунӑ. Тахпенеса ӑна фараон ҫуртӗнче пӑхса усранӑ; Генуват ҫапла фараон ҫуртӗнче фараон ывӑлӗсемпе пӗрле пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Адер, Давид хӑйӗн канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешни ҫинчен итсессӗн, Иоав ҫарпуҫ та вилни ҫинчен илтсессӗн, фараона каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана, эпӗ хамӑн ҫӗршыва каям, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Фараон ӑна каланӑ: хӑвӑн ҫӗршывна каясчӗ тетӗн, темӗн ҫитмест-им сана ман патӑмра? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: пурте ҫителӗклӗ, ҫапах ярсамччӗ мана, тенӗ. [Ҫапла Адер хӑйӗн ҫӗршывне таврӑннӑ.]</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа Соломона хирӗҫ тепӗр тӑшман — Разона, Елиада ывӑлне, Сува патшинчен Адраазартан тарса кайнӑскере — кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="24">Давид Адраазара ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫав Разон, хӑй тавра ҫынсем пухса, эшкер пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ; вара вӗсем Дамаск хулине кайнӑ та, унта вырӑнаҫса, пӗтӗм Дамаска хӑйсен аллинче тытса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="25">Разон ӗнтӗ Соломонӑн пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Израиль тӑшманӗ пулнӑ. Адер усал тунисӗр пуҫне ҫакӑ та Израиле ялан сӑтӑр кӳрсе тарӑхтарнӑ, унтан Сири патши пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="26">Тата Нават ывӑлӗ Иеровоам та — Ефрем ҫынни, Цареда хулинче ҫуралнӑскер — патша ҫине алӑ ҫӗкленӗ, ун амӑшӗ, тӑлӑх арӑма юлнӑскер, Церуа ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл патша ҫине алӑ ҫӗклесси акӑ мӗнрен пуҫланнӑ: Соломон Милло теекен вырӑна тутарнӑ, Давид хулин хӳмине сиплеттернӗ.</verse>
				<verse number="28">Иеровоам паттӑр ҫын пулнӑ. Соломон, ҫак ҫамрӑк ҫын ӗҫ тума пӗлнине асӑрхаса, ӑна Иосиф йӑхӗнчен килнӗ хырҫӑ тӳлекен ӗҫлевҫӗсене астуса тӑракан пуҫлӑха лартнӑ.</verse>
				<verse number="29">Ҫав вӑхӑтра пӗррехинче Иеровоамӑн Иерусалимран кайса килмелли ӗҫ тупӑннӑ; ҫул ҫинче ӑна Силом хули ҫынни Ахия пророк тӗл пулнӑ, ун ҫийӗнче ҫӗнӗ тумтир пулнӑ. Вӗсем уйра ҫапла иккӗшех тӑнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ахия ҫири ҫӗнӗ тумтирне хывса вуникӗ татӑка ҫурса вакланӑ та</verse>
				<verse number="31">Иеровоама каланӑ: вунӑ татӑкне ху валли ил, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: акӑ эпӗ патшалӑха Соломон аллинчен туртса илетӗп, сана вунӑ йӑхне паратӑп, тет,</verse>
				<verse number="32">пӗр йӑхӗ вара Хамӑн Давид чурамшӑн, Эпӗ Израилӗн пӗтӗм йӑхӗнчен суйласа илнӗ Иерусалим хулишӗн унрах юлӗ.</verse>
				<verse number="33">Акӑ мӗншӗн ҫавӑн пек тӑватӑп: вӗсем, Мана пӑрахса, Сидон йӗрӗхне Астартӑна, моавсен туррине Хамоса, аммонсен туррине Милхома пуҫҫапма пуҫларӗҫ; вӗсем Давид пек, Соломон ашшӗ пек, пулаймарӗҫ: Ман ҫулпа ҫӳремерӗҫ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем тумарӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене уямарӗҫ.</verse>
				<verse number="34">Эпӗ патшалӑха ун аллинчен пӗтӗмпех туртса илместӗп, Эпӗ ӑна — Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑнӑ, Хам суйласа илнӗ Давид чурамшӑн — мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшара хӑваратӑп;</verse>
				<verse number="35">патшалӑха ун ывӑлӗн аллинчен туртса илӗп, ҫавӑнтан вунӑ йӑхне сана парӑп;</verse>
				<verse number="36">унӑн ывӑлне вара — Давид чурамӑн ҫутаткӑҫӗ ӗмӗрех Хам сӑнӑм умӗнче, Хам ятӑм валли суйласа илнӗ Иерусалим хулинче юлтӑр тесе — пӗр йӑх паратӑп.</verse>
				<verse number="37">Эпӗ сана суйласа илетӗп, эсӗ мӗн кӑмӑл тунине пурне те ху аллунта тытса тӑрӑн, Израиль патши пулӑн;</verse>
				<verse number="38">эхер те эсӗ Эпӗ мӗн хушнине пурне те уяса пурӑнсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтсене тытса тӑрса, Давид чурамӑм тунӑ пек, Ман ҫулпа ҫӳресе Мана юрӑхлӑ ӗҫсем туса тӑрсассӑн, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана, Давида туса панӑ пек, тӗреклӗ кил туса йӗркене кӳртсе парӑп, сана Израиле парӑп;</verse>
				<verse number="39">Эпӗ ҫакӑншӑн Давид йӑхне йӑвашлантарӑп, анчах ӗмӗрлӗхех мар, тет Турӑ, тенӗ Ахия пророк.</verse>
				<verse number="40">Соломон ӗнтӗ Иеровоама вӗлересшӗн пулнӑ; анчах Иеровоам Египет ҫӗрне Сусаким, Египет патши, патне тухса тарнӑ, вара вӑл Соломон виличченех Египетра пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="41">Соломонӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн тунине пурне те, унӑн ӑслӑлӑхне те Соломон ӗҫӗсен кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="42">Соломон Иерусалимра Израиль патшинче хӗрӗх ҫул ларнӑ.</verse>
				<verse number="43">Ӗнтӗ Соломон канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна ашшӗн Давидӑн хулинче пытарнӑ, унӑн вырӑнне патшана ун ывӑлӗ Ровоамларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ровоам Сихем хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна патшана лартма пӗтӗм Израиль халӑхӗ Сихеме пуҫтарӑннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Соломон патшаран тарса кайнӑ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫаплах Египетра пулнӑ-ха, ӗнтӗ вӑл ҫак хыпара илтнӗ те Египетран каялла таврӑннӑ;</verse>
				<verse number="3">ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ. Вара Иеровоампа пӗтӗм Израиль пынӑ та Ровоам [патшапа] калаҫса ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="4">санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫун хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ровоам вӗсене каланӑ: кайӑр та виҫӗ кунран тепре килӗр ман патӑма, тенӗ. Халӑх вара каялла кайнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ровоам патша хӑйӗн ашшӗ Соломон чӗрӗ чухне ун умӗнче тӑнӑ аслӑ ҫынсемпе канашланӑ, каланӑ вӗсене: эсир мана ҫак халӑха мӗн калама ӑс паратӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Лешӗсем калаҫнӑ унпа, каланӑ: эхер те эсӗ паянхи кун ҫак халӑх тарҫи пулса ӑна пулӑшсассӑн, вӗсене ҫырлахтарсассӑн, вӗсемпе ӑшӑ кӑмӑлтан калаҫсассӑн, вӗсем ӗмӗрлӗхе санӑн чурусем пулӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах Ровоам аслӑ ҫынсем панӑ канаша вырӑна хуман, хӑйпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ, ӗнтӗ хӑй умӗнче тӑракан ҫамрӑк ҫынсемпе канашланӑ,</verse>
				<verse number="9">вӗсене ҫапла каланӑ: манпа калаҫса мана: «пирӗн ҫине аҫу хунӑ ҫӗклеме ҫӑмӑллатса парсамччӗ» тенӗ ҫак халӑха мӗн калама канаш паратӑр мана? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Хӑйпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑксем каланӑ ӑна: санпа калаҫса: «санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хучӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллӑх парсамччӗ пире» тенӗ ҫак халӑха ҫапла кала: «манӑн кача пӳрнем те аттемӗн пилӗкӗнчен хулӑнрах;</verse>
				<verse number="11">эппин, манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ пулсассӑн, эпӗ сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнеттернӗ пулсассӑн, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа хӗнеттерӗп» тесе кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Патша «виҫҫӗмӗш кунне килӗр» тенине астуса, виҫҫӗмӗш кунне Ровоам патне Иеровоампа пӗтӗм халӑх пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша халӑха хаяррӑн хуравланӑ;</verse>
				<verse number="14">ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа, вӑл ҫапла каланӑ: манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ — эпӗ сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнеттерсе асап кӑтартнӑ — эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа хӗнеттерӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Унӑн сӑмахӗ — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахӗ — вырӑна килмелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Израиль ҫыннисем патша хӑйсене итлеменнине курнӑ. Вара халӑх патшана хуравласа ҫапла каланӑ: пирӗншӗн Давидра мӗнле пай пултӑр? пирӗншӗн Иессей ывӑлӗнчен пай ҫук; эй Израиль, хамӑр чатӑрсене таврӑнар! Давид, ӗнтӗ эсӗ хӑвӑн килӳпе хуҫалан! тенӗ. Ҫапла Израиль халӑхӗ хӑйӗн чатӑрӗсене саланнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ровоам вара Иуда хулисенче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫеҫ патша пулса юлнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл Адонирама, хырҫӑ пуҫтаракансенӗн пуҫлӑхне, израильсемпе калаҫма янӑ; анчах лешӗсем ӑна чулпа персе чул айне тунӑ, вӑл вилнӗ вара; Ровоам патша хӑй Иерусалима тармашкӑн васкасах ҫар урапи ҫине хӑпарса ларнӑ.</verse>
				<verse number="19">Израиль ҫапла Давид килӗнчен уйӑрӑлса кайнӑ — паян кунчченех ҫапла.</verse>
				<verse number="20">Иеровоам [Египетран] таврӑнни ҫинчен илтсессӗн, израильсем ӑна ҫын ярса пухӑва чӗнтерсе пынӑ та ӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗн патшине лартнӑ. Давид килӗнче вара Иуда йӑхӗ [тата Вениамин йӑхӗ] ҫеҫ юлнӑ.</verse>
				<verse number="21">Иерусалима ҫитсессӗн, Ровоам пӗтӗм Иуда килӗпе Вениамин йӑхӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни пухнӑ; ҫакна вӑл Израиль килне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса патшалӑха Соломон ывӑлне Ровоама тавӑрса парас тесе тунӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Турӑран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="23">Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — кала, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм йӑхне те, ытти халӑха та кала:</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе, Израиль ывӑлӗсемпе, вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тет. Итленӗ иудейсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Ҫӳлхуҫа каланипе каялла кайнӑ.</verse>
				<verse number="25">Иеровоам ӗнтӗ Ефрем тӑвӗ ҫинче Сихем хулине ҫирӗплетсе лартнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ; унтан Пенуил хулине туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="26">Иеровоам хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: патшалӑх каллех Давид килне куҫма пултарать;</verse>
				<verse number="27">ҫак халӑх Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парне кӳме Иерусалима ҫӳреме тытӑнсассӑн, унӑн чӗри хӑйӗн патши, Иудея патши Ровоам, еннелле ҫаврӑнӗ, вара вӗсем мана вӗлерӗҫ те Иудея патши Ровоам патне таврӑнӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вара, канашласа пӑхса, Иеровоам икӗ ылтӑн пӑру кӗлетки тутарнӑ та [халӑха] каланӑ: сирӗн Иерусалима ҫӳреме кирлӗ мар; эй Израиль, акӑ санӑн туррусем, хӑвна Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турӑсем, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Пӗр пӑрӑвне Вефиль хулине, тепӗрне Дан хулине лартнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ҫакӑ ӗнтӗ ҫылӑх енне сулӑнтарнӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑх ҫав кӗлеткесене пуҫҫапма Вефиль хулипе Дан хулине ҫӳренӗ [Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑрахнӑ].</verse>
				<verse number="31">Иеровоам тата йӗрӗхсене пуҫҫапса тӑма сӑрт-ту тӳпемӗнче ҫурт тутарнӑ, унта ӗҫлесе тӑма халӑх хушшинчен священниксем суйласа лартнӑ, лешӗсем Левий ывӑлӗсем пулман.</verse>
				<verse number="32">Иеровоам саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче уяв ирттермелле тунӑ, ҫак уяв Иудейӑра ирттерекен уяв евӗрлӗ пулнӑ; ҫавӑн чухне парне вырӑнӗ ҫинче парнесем кӳнӗ; хӑй тунӑ пӑру кӗлеткисене те Вефильте парне кӳнӗ. Вефильте вӑл хӑй тутарнӑ тӳпем вырӑнсен священникӗсене уйӑрса лартнӑ.</verse>
				<verse number="33">Вефильте тунӑ парне вырӑнӗ ҫинче вара вӑл хӑй ирӗккӗн палӑртса хунӑ саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче парнесем кӳнӗ; ҫапла Израиль ывӑлӗсем валли уяв кӑларнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмешкӗн Иеровоам ӗнтӗ парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Акӑ ӗнтӗ Иеровоам тӗтӗркӗчпе тӗтӗрес тесе парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Вефиле, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх, Иудейӑран Турӑ ҫынни ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="2">Турӑ ҫыннине Ҫӳлхуҫа парне вырӑнӗ умӗнче ҫапла калама хушнӑ: эй парне вырӑнӗ, парне вырӑнӗ! Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Давид килӗнче ача ҫуралӗ, ячӗ унӑн Иосия пулӗ, вӑл сан умӑнта тӗтӗркӗчпе тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсен священникӗсене сан ҫинчех парнене кӳрӗ, сан ҫинче этем шӑмми-шакки ҫунтарса ярӗ, тет Турӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Турӑ ҫынни тата каланӑ: ҫакна Ҫӳлхуҫа каланине эсир ҫакӑ хӑват паллинчен пӗлетӗр: ку парне вырӑнӗ ишӗлсе анӗ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Турӑ ҫынни Вефильти парне вырӑнӗ ҫинчен ҫапла каланине илтсессӗн, Иеровоам патша парне вырӑнӗ патӗнчен: тытӑр ӑна, тесе аллине тӑснӑ. Турӑ ҫынни ҫинелле тӑснӑ алли унӑн ҫавӑнтах хытса ларнӑ, вӑл ӑна хуҫлатма та пултарайман.</verse>
				<verse number="5">Турӑ ҫынни урлӑ Ҫӳлхуҫа пӗлтернӗ хӑват палли чӑна килнӗ: парне вырӑнӗ ишӗлсе аннӑ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланнӑ.</verse>
				<verse number="6">[Иеровоам] патша Турӑ ҫыннине каланӑ: Ҫӳлхуҫа Туррун кӑмӑлне ҫавӑрсам, кӗлтусам маншӑн: аллӑм хам еннелле хуҫлантӑрччӗ, тенӗ. Турӑ ҫынни Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫавӑрнӑ, патша алли, хуҫланса, малтанхи пекех пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Патша вара Турӑ ҫыннине каланӑ: кӗр ман патӑма, апат туса вӑй илӗн, эпӗ сана парне парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах Турӑ ҫынни каланӑ патшана: эсӗ мана ҫуртун ҫуррине парас пулсассӑн та, эпӗ санпа каймастӑп, ҫак вырӑнта ҫӑкӑр та ҫиместӗп, шыв та ӗҫместӗп,</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн тесессӗн мана Ҫӳлхуҫа: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ, ху кайнӑ ҫулпа та ан таврӑн» тесе хушнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара вӑл урӑх ҫулпа кайнӑ, каялла Вефиле килнӗ ҫулпа кайман.</verse>
				<verse number="11">Вефиль хулинче пӗр ватӑ пророк пурӑннӑ. Ывӑлӗ ун патне пынӑ та Турӑ ҫынни паян Вефильте мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ; ывӑлӗсем ашшӗне Турӑ ҫынни патшана мӗн-мӗн каланине те каласа панӑ.</verse>
				<verse number="12">Ашшӗ вӗсенчен: мӗнле ҫулпа кайрӗ вӑл? тесе ыйтнӑ. Ывӑлӗсем Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫынни мӗнле ҫулпа кайнине кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ашшӗ ӗнтӗ ывӑлӗсене каланӑ: мана ашак йӗнерлесе парӑр-ха, тенӗ. Ӑна ашак йӗнерлесе панӑ, вӑл ӑна утланнӑ та</verse>
				<verse number="14">Турӑ ҫынни хыҫҫӑн кайнӑ, ӑна тупнӑ чухне лешӗ юман айӗнче ларнӑ, вӑл ӑна: Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫынни эсӗ-и? тенӗ. Лешӗ: эпӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Пророк ӑна каланӑ: ман патӑма, ман килӗме кӗрсем, апат ҫисе тух, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Лешӗ каланӑ: эпӗ санпа пӗрле таврӑнса сан патна кӗме пултараймастӑп; ҫак вырӑнта сан патӑнта ҫӑкӑр та ҫимӗп, шыв та ӗҫмӗп,</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа мана: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ, ху кайнӑ ҫулпа та ан таврӑн» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вефильти пророк ӑна каланӑ: эпӗ те сан пек пророках, ҫавӑнпа Ангел мана Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе: «ӑна хӑвӑн килне илсе кил; вӑл ҫӑкӑр ҫитӗр, тӑраниччен шыв ӗҫтӗр» тесе каларӗ, тенӗ. Вӑл суйнӑ ӑна.</verse>
				<verse number="19">Лешӗ вара унпа пӗрле таврӑннӑ, ун килӗнче апат та ҫинӗ, тӑраничченех шыв та ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем сӗтел хушшинче ларнӑ чухнех Турӑ ҫыннине каялла тавӑрнӑ пророка Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вара пророк Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫыннине каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа каланине итлеменшӗн, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна мӗн хушнине уяманшӑн,</verse>
				<verse number="22">Вӑл хӑвна: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ» тенӗ вырӑна таврӑнса ҫӑкӑр ҫинӗшӗн, шыв ӗҫнӗшӗн санӑн ӳтӳ хӑвӑн аҫусен тупӑклӑхне кӗреймӗ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫынни апат ҫинӗ, тӑраниччен шыв ӗҫнӗ хыҫҫӑн Вефильти пророк ун валли ашак йӗнерленӗ.</verse>
				<verse number="24">Тухса кайнӑ лешӗ. Ҫул ҫинче ӑна арӑслан тӗл пулнӑ та — вӗлернӗ. Ӗнтӗ ӳчӗ ҫул ҫинче выртнӑ; ашакӗ ун ҫумӗнче тӑнӑ, арӑслан та ун ӳчӗ патӗнчех тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Акӑ ӗнтӗ иртсе пыран ҫынсем ҫул ҫинче выртакан вилепе ун патӗнче тӑракан арӑслана курнӑ, вара ватӑ пророк пурӑнакан хулана кайса каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫакна илтсе ӑна ҫул ҫинчен каялла тавӑрнӑ пророк каланӑ: ку вӑл — Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен Турӑ ҫынни; Ҫӳлхуҫа арӑслан янӑ та, арӑсланӗ тапӑннӑ та ҫурса пӑрахнӑ ӑна. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе пулчӗ ку, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Унтан ывӑлӗсене каланӑ: ашак йӗнерлесе парӑр мана, тенӗ. Лешӗсем йӗнерлесе панӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӑл тухса кайнӑ та Турӑ ҫыннин ҫул ҫинче выртакан ӳтне тупнӑ; ашакпа арӑслан виле ҫумӗнче тӑнӑ; арӑслан вилене тӗкӗнмен, ашака та тапӑнман.</verse>
				<verse number="29">Пророк Турӑ ҫыннин ӳтне ашак ҫине ҫӗклесе хунӑ, вара каялла илсе кайнӑ. Уншӑн хӳхлеме, ӑна пытарма ватӑ пророк хӑйӗн хулине кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Унӑн ӳтне вӑл хӑйӗн тупӑклӑхне хунӑ, уншӑн хурланса йӗнӗ: мӗн тӑвӑн, тӑванӑм! тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Ӑна пытарнӑ хыҫҫӑн вӑл ывӑлӗсене каланӑ: эпӗ вилсессӗн, мана Турӑ ҫыннине пытарнӑ тупӑклӑха пытарӑр; манӑн шӑммӑмсене унӑн шӑммисем ҫумне хурӑр:</verse>
				<verse number="32">унӑн Ҫӳлхуҫа хушнипе каланӑ сӑмахӗ — Вефильти парне вырӑнӗ ҫинчен, сӑрт-ту тӳпемӗсенче, Самари хулисенче йӗрӗхсене пуҫҫапма лартнӑ ҫуртсем ҫинчен калани — ҫитетех, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн та Иеровоам хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнман, халӑх хушшинчен тӳпем вырӑнсен священникӗсене лартсах тӑнӑ; камӑн кӑмӑл пур, ҫавна священника кӗртнӗ вӑл, вара лешӗ тӳпем вырӑнсен священникӗ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="34">Ҫакӑ Иеровоам килне ҫылӑх патне, пӗтесси патне, хӑйне ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе пӑрахасси патне илсе ҫитернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра Иеровоам ывӑлӗ Авия чирлесе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="2">Иеровоам вара арӑмне каланӑ: ху Иеровоам арӑмӗ иккенне ан пӗлччӗр тесе, тумтир улӑштарса тӑхӑн та Силом хулине кай. Унта Ахия пророк пурӑнать; вӑл эпӗ ҫак халӑх патши пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑччӗ.</verse>
				<verse number="3">Хӑвпа пӗрле [Турӑ ҫынни валли] вунӑ ҫӑкӑрпа пашалусем, пӗр чӳлмек пыл ил те кай ун патне: вӑл сана ачана мӗн кӗтни ҫинчен калӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иеровоам арӑмӗ ҫапла тунӑ та: Силома кайнӑ та Ахия килне пынӑ. Ахия ӗнтӗ курми пулнӑ — ватлӑха пула суккӑрлансах ларнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Ахияна каланӑ: акӑ Иеровоам арӑмӗ санран хӑйӗн ывӑлӗ ҫинчен ыйтса пӗлме килет — ывӑлӗ чирлӗ унӑн; ҫапла-ҫапла кала ӑна; вӑл урӑх тумтир тӑхӑнса килет, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Хӗрарӑм алӑкран кӗрсессӗн, ун ури чӑштӑртатнине илтсе, Ахия каланӑ: кӗр, Иеровоам арӑмӗ; мӗншӗн-ха тумтирне улӑштарса тӑхӑнтӑн? Эпӗ сана хаяр хыпар пӗлтеретӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Кай та Иеровоама кала: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ сана ахаль халӑх хушшинчен ҫӗклесе Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫне лартрӑм,</verse>
				<verse number="8">патшалӑха Давид килӗнчен туртса илсе сана патӑм; эсӗ вара Давид чурамӑм пек мар; вӑл Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ;</verse>
				<verse number="9">эсӗ хӑв умӗнхи патшасенчен пуринчен те япӑхрах хӑтлантӑн, кайран та, Мана ҫиллентерсе, ху валли урӑх турӑсем, йӗрӗхсем турӑн, Ман хыҫҫӑн пыма пӑрахрӑн;</verse>
				<verse number="10">ҫавӑншӑн Эпӗ Иеровоам килӗ ҫине хӗн-хур яратӑп, Иеровоамӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп, Иеровоам кил-ҫуртне ҫӳп-ҫап шӑлса кайнӑ пек тӗппипех шӑлса тӑкӑп, тет;</verse>
				<verse number="11">Иеровоам кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ — ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Халӗ ӗнтӗ килне кай; хулана ҫитсе ура ярса пусӑн ҫеҫ, ачу вилсе выртӗ;</verse>
				<verse number="13">ӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӳхлесе пытарӗ; Иеровоам кил-йышӗнчен пӗр ҫавӑ анчах тупӑклӑха кӗрӗ: Иеровоам килӗнчи ҫынсенчен пӗр унра ҫеҫ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче темӗн ырри тупӑннӑ.</verse>
				<verse number="14">Вара Ҫӳлхуҫа Израиле ҫӗнӗ патша лартса парӗ, лешӗ ӗнтӗ ҫав кунах Иеровоам килне пӗтерсе тӑкӗ; час-и? часах.</verse>
				<verse number="15">Пӗтерсе лартӗ Ҫӳлхуҫа Израиле, ун чухне вӑл шывра чӗтренсе ларакан хӑмӑш пек пулӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсе хӑйсем патӗнче йӗрӗхсем тунӑшӑн израильсене Вӑл вӗсен ашшӗсене панӑ ҫак ырӑ ҫӗршывран кӑларса ывӑтӗ, юханшывӑн леш енне сапаласа ярӗ;</verse>
				<verse number="16">[Ҫӳлхуҫа] Израиле Иеровоам ҫылӑхӗсемшӗн — вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн тата Израиле ҫылӑха кӗртнӗшӗн — айӑплӗ, тенӗ Ахия.</verse>
				<verse number="17">Иеровоам арӑмӗ вара каялла кайнӑ, Фирца хулине ҫитнӗ; алӑк урлӑ ярса пуссанах, ачи вилсе выртнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чури Ахия пророк урлӑ каланӑ пек, ӑна пӗтӗм Израиль хӳхлесе пытарнӑ.</verse>
				<verse number="19">Иеровоамӑн ытти ӗҫӗсене — вӑл мӗнле ҫапӑҫнине, патшара мӗнле ларнине — Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иеровоам ҫирӗм икӗ ҫул патшара ларнӑ; ӗнтӗ вӑл канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Нават ларнӑ.</verse>
				<verse number="21">Соломон ывӑлӗ Ровоам вара Иудея патшинче ларнӑ. Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; патшара вара, Иерусалимра — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара — вунҫичӗ ҫул ларнӑ. Ун амӑшӗ, Аммон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Наама ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Иуда Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Ӑна вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе ашшӗсенчен те ытларах ҫиллентернӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем хӑйсен таврашӗнче кирек мӗнле ҫӳллӗрех сӑрт ҫинче те, кирек мӗнле лапсака йывӑҫ айӗнче те йӗрӗхсем, йӗрӗх ҫурчӗсем туса тултарнӑ.</verse>
				<verse number="24">Вӗсен ҫӗрӗ ҫинче тата аскӑнчӑксем те пулнӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хӑваласа янӑ халӑхсен пур ирсӗрлӗхне те туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ровоам пиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Египет патши Сусаким Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ та</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне, патша керменӗн пуянлӑхне [Давид патша Адраазар чурисенчен — Сува патши чурисенчен — туртса илсе Иерусалима илсе килнӗ ылтӑн хулкансене те] туртса илнӗ. Пурне те илнӗ; Соломон тунӑ ылтӑн хулкансене те пурне те илнӗ.</verse>
				<verse number="27">Ровоам патша ӗнтӗ вӗсем вырӑнне пӑхӑр хулкансем тутарнӑ та патша керменне кӗнӗ ҫӗрте сыхласа тӑракансен пуҫлӑхӗсен аллине панӑ.</verse>
				<verse number="28">Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайма тухнӑ чухне вӗсене сыхлавҫӑсем йӑтса пынӑ, кайран каллех сыхлавҫӑсен пӳлӗмне леҫсе хунӑ.</verse>
				<verse number="29">Ровоамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ровоампа Иеровоам хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.</verse>
				<verse number="31">Ровоам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна ашшӗсемпе юнашарах Давид хулинче пытарнӑ. Унӑн амӑшӗ, Аммонра ҫуралнӑскер, Наама ятлӑ пулнӑ. Ровоам вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Авия ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Нават ывӑлӗ Иеровоам вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Авия иудейсен патши пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл Иерусалимра виҫӗ ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Авессалом хӗрӗ, Мааха ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Авия унччен хӑй ашшӗ туса тултарнӑ ҫылӑхсенех туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чӗререн Ҫӳлхуҫа Турра парӑннӑ ашшӗ пек, Давид пек, пулман.</verse>
				<verse number="4">Анчах Давидшӑн ӑна Ҫӳлхуҫа Турӑ Иерусалимра ҫутӑ ҫутса панӑ: хӑй хыҫҫӑн ун ывӑлне патшана лармалла тунӑ, Иерусалима тӗреклӗлетнӗ,</verse>
				<verse number="5">мӗншӗн тесессӗн Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те, хет ҫыннипе Урияпа ҫыхӑннӑ ӗҫсӗр пуҫне, хӑйне Турӑ хушса каланинчен пӗр нимӗнрен те иртмен.</verse>
				<verse number="6">Ровоампа Иеровоам хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Авиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. Авияпа Иеровоам хушшинче вӑрҫӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ Авия канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Аса ларнӑ.</verse>
				<verse number="9">Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Аса иудейсен патши пулса тӑнӑ та</verse>
				<verse number="10">Иерусалимра хӗрӗх пӗр ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Авессалом хӗрӗ, Ана ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Аса, хӑйӗн ашшӗ Давид пекех, Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл аскӑнчӑксене хӑй ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ, ашшӗсем тунӑ йӗрӗхсене пӑрахӑҫланӑ,</verse>
				<verse number="13">Астарта кӗлеткине тунӑшӑн хӑйӗн амӑшне Анана та патша амӑшӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ. Аса ҫав кӗлеткене касса вакланӑ та Кедрон юхӑмӗ патӗнче ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="14">Тӳпем вырӑнсене вара пӗтермен, ҫавах Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вӑл ашшӗ халалланӑ япаласемпе хӑй халалланӑ япаласем — ылтӑн-кӗмӗл, савӑт-сапа — хывнӑ.</verse>
				<verse number="16">Асапа Израиль патши Вааса хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла Израиль патши Вааса Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе, Рама хулине тума тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="18">Аса патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшӗнче тата патша керменӗн мул управӑшӗнче юлнӑ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле илнӗ те ҫакна хӑйӗн тарҫисен аллине панӑ, вара вӗсене Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывӑлӗн Тавримонӑн ывӑлӗ патне — янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ:</verse>
				<verse number="19">ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана парне, ылтӑнпа кӗмӗл, ярса паратӑп; Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Венадад ӗнтӗ Аса патшана итленӗ, хӑйӗн ҫарпуҫӗсене Израиль хулисене хирӗҫ кӑларса янӑ: Аин, Дан, Авел-Беф-Мааха хулисене, пӗтӗм Киннерофа, пӗтӗм Неффалим ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Вааса ӗнтӗ Рама хулине тума чарӑннӑ та Фирца хулине таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="22">Аса патша вара иудейсене пӗр ҫын юлмиччен чӗнсе пуҫтарнӑ та, лешӗсем Вааса ҫурт-йӗр лартма хатӗрленӗ чулпа йывӑҫа Рамӑран илсе тухнӑ. Ҫакӑнтан Аса патша Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулипе Мицпа хулине туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="23">Асан ытти ӗҫӗсем ҫинчен, паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен, вӑл лартнӑ хуласем ҫинчен Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ, ҫав кӗнекере вӑл ватлӑхӗнче ури ыратнипе асапланни ҫинчен ҫеҫ асӑнман.</verse>
				<verse number="24">Ӗнтӗ Аса канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ашшӗн Давидӑн хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Иосафат ларнӑ.</verse>
				<verse number="25">Иеровоам ывӑлӗ Нават вара Аса Иудея патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа иккӗмӗш ҫулхине Израиль патшине ларнӑ, Израиле икӗ ҫул тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ашшӗн ҫылӑхлӑ ҫулӗпе кайнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ӑна хирӗҫ Иссахар йӑхӗнчен тухнӑ Ахия ывӑлӗ Вааса кавар тунӑ, вара Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хули патӗнче, Наватпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Гавафона хупӑрласа тӑнӑ чухне, Вааса Навата вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="28">Вааса ӑна Аса виҫҫӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне вӗлернӗ, Нават вырӑнне патшана хӑй ларнӑ.</verse>
				<verse number="29">Патшана ларсассӑн, Вааса Иеровоам килне пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ӑна тӗппипех пӗтернӗ, Иеровоам ӑрӑвӗнче пӗр чӗрӗ чун та хӑварман. Ҫакӑ пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вӑл Хӑйӗн чурине Силом ҫыннине Ахияна каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ,</verse>
				<verse number="30">Иеровоам ҫылӑхӗсемшӗн тата вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе Израиле ҫылӑха кӗртнӗшӗн, Израилӗн Туррине ҫиллентерсе кӳрентернӗшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="31">Наватӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="32">Асапа Израиль патши Вааса хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.</verse>
				<verse number="33">Иудея патши Аса виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вааса, Ахия ывӑлӗ, Фирца хулинче пӗтӗм Израилӗн патши пулса тӑнӑ, патшалӑха вӑл ҫирӗм тӑватӑ ҫул тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="34">Вааса Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн ҫылӑхлӑ ҫулӗпе ҫӳренӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн,</verse>
				<verse number="3">ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп;</verse>
				<verse number="4">Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ваасан ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене те Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ӗнтӗ Вааса канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Фирца хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Ила ларнӑ.</verse>
				<verse number="7">Анчах Вааса ҫинчен, унӑн килӗ ҫинчен, Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ унӑн мӗнпур усал ӗҫӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне Ананий ывӑлӗ Иуй урлӑ каланӑ пулнӑ ӗнтӗ, — Иеровоам пек пулма тӑрӑшса, Вааса хӑй ӗҫӗсемпе Турра ҫиллентерсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн пӗтнӗ те вӑл.</verse>
				<verse number="8">Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм улттӑмӗш ҫулхине Ила, Вааса ывӑлӗ, Фирца хулинче Израиль патши пулса тӑнӑ, патшара икӗ ҫул хушши ларнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ӑна хирӗҫ хӑйӗн тарҫи, урапаллӑ ҫара — ҫур ҫара — ертсе пыракан Замврий, кавар тунӑ. Ила Фирцӑра кермен пуҫлӑхӗ Арса ҫуртӗнче ӗҫсе ӳсӗрӗлсессӗн,</verse>
				<verse number="10">Замврий кӗнӗ те ун патне вӗлернӗ ӑна, ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ; ҫакӑ вӑл Аса Иудея патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Патша пулса тӑрса Илан аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне пӗр тӑванӗ, пӗр тусӗ, пӗр арҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="12">Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вааса ҫинчен Иуй пророк урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пӗтерсе тӑкнӑ;</verse>
				<verse number="13">ҫакӑ вӑл Ваасан мӗнпур ҫылӑхӗшӗн, ун ывӑлӗ Ила ҫылӑхӗсемшӗн ҫапла пулнӑ: ҫав ҫылӑхсене вӗсем хӑйсем те тунӑ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.</verse>
				<verse number="14">Ила патшан ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="15">Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине Замврий вара Фирца хулинче ҫичӗ кун хушши патшара ларнӑ, шӑпах ҫак вӑхӑтра халӑх Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хулине хупӑрласа тӑнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Гавафона хупӑрласа илнӗ халӑх Замврий кавар туса патшана вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, Израиль ҫыннисем ҫав кунах хӑйсен тапӑрӗнче Амврий ҫарпуҫа Израиль патшине лартнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вара Амврийпе Израиль ҫыннисем, Гавафон патӗнчен чакса кайса, Фирца хулине ҫавӑрса илнӗ.</verse>
				<verse number="18">Замврий, хулана туртса илнине курсассӑн, патша керменӗн шалти пӳлӗмне кӗнӗ те хӑй хыҫҫӑн ҫурта вут тивертнӗ, пушарта хӑй те пӗтнӗ,</verse>
				<verse number="19">хӑй ҫылӑхӗсемшӗн, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхлӑ Иеровоам ҫулӗпе кайнӑшӑн, ҫапла Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн вилнӗ те вӑл.</verse>
				<verse number="20">Замврийӗн ытти ӗҫӗсене, вӑл тунӑ кавара Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн чухне Израиль халӑхӗ икке пайланнӑ: пӗр пайӗ Фамния, Гонаф ывӑлне, патшана лартасшӑн пулнӑ, тепӗр пайӗ Амврий майлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Амврий майлӑ пулнӑ халӑх Гонаф ывӑлӗ Фамний майлӑ пулнӑ халӑха ҫӗнтернӗ; Фамний вилнӗ, патшана Амврий ларнӑ.</verse>
				<verse number="23">Иудея патшалӑхне Аса тытса тӑра пуҫланӑранпа вӑтӑр пӗрмӗш ҫулхине Амврий Израиль патшине ларнӑ, патшалӑха вуникӗ ҫул тытса тӑнӑ. Фирцӑра вӑл ултӑ ҫул патшара ларнӑ.</verse>
				<verse number="24">Амврий ӗнтӗ Семир ятлӑ пӗр ҫынран икӗ талант кӗмӗл тӳлесе Семерон сӑртне туяннӑ, унта ҫурт-йӗр лартса ҫавӑрнӑ; ҫапла туса лартнӑ хулана вара, сӑрт-ту хуҫи Семир ячӗпе, Самари тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="25">Амврий Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вӑл пур тӗлӗшпе те Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ, ун ҫылӑхӗсенех туса пурӑннӑ; Иеровоам пекех, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="27">Амврий тунӑ ытти ӗҫсене, вӑл кӑтартнӑ паттӑрлӑха та Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="28">Ӗнтӗ Амврий канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Ахав ларнӑ.</verse>
				<verse number="29">Ахав, Амврий ывӑлӗ, Израиль патшине ларнӑ чухне Иудея патши Аса шӑпах вӑтӑр саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ; вӑл Самари хулинче Израиль патшалӑхне ҫирӗм икӗ ҫул тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ахав, Амврий ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ, вӑл хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ.</verse>
				<verse number="31">Нават ывӑлӗ Иеровоам пек пурӑнни, унӑн ҫылӑхӗсене туса тӑни сахал пулнӑ-ха уншӑн, вӑл тата Иезавеле — Сидон патшийӗн Ефваалӑн хӗрне — качча илнӗ, вара Ваала ӗҫлесе тӑма, ӑна пуҫҫапма тытӑннӑ;</verse>
				<verse number="32">Вӑл Самари хулинче Ваал кӗлеткин ҫуртне тутарнӑ, унта Ваала чӳк вырӑнӗ лартса панӑ.</verse>
				<verse number="33">Ахав ӗнтӗ Астарта юпине те лартнӑ, вӑл Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентермелли ӗҫсем хӑй умӗнхи Израиль патшисенчен пуринчен те ытларах тунӑ, [ҫапла хӑйӗн пуҫне ҫинӗ].</verse>
				<verse number="34">Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра Вефиль ҫынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнӑ: хула никӗсӗ ун малтанхи ывӑлӗ Авирам пуҫне пулнӑ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗ Сегуб пуҫне пулнӑ, ҫакӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Нав ывӑлӗ Иисус урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Галаад ҫӗрӗнчи Фесва ҫынни Илия [пророк] Ахава каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри чӗрӗ! эпӗ Ун умӗнче тӑратӑп; ҫак ҫулсенче сывлӑм та ӳкмӗ, ҫумӑр та пулмӗ, пулсассӑн та — эпӗ каласассӑн ҫеҫ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Илияна Турӑран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="3">кунтан кай, тухӑҫалла ҫул тыт та Иорданпа тӗлме-тӗл Хораф юхӑмӗ хӗррине ҫитсе пытан;</verse>
				<verse number="4">ӗҫмине эсӗ ҫав шывран ӗҫӗн; ҫиме тесессӗн, Эпӗ унта ҫӑхансене сана тӑрантарса тӑма хушрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Илия вара кайнӑ та Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ: Иорданпа тӗлме-тӗл Хораф юхӑмӗ хӗррине ҫитсе чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӑхансем ӑна ирӗн-каҫӑн ҫӑкӑрпа аш кӳрсе тӑнӑ, шывне вӑл юхӑм шывран ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="7">Кӑштахран, ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫуманнипе, ҫав юхӑм типсех ларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вара Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="9">эсӗ Сидон ҫӗрӗнчи Сарепта хулине кай, унтах юл: Эпӗ унта пӗр тӑлӑх арӑма сана тӑрантарса усрама хушрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Илия вара Сарептӑна кайнӑ; хула хапхи патне ҫитсессӗн акӑ хайхи — пӗр тӑлӑх арӑм унта вутӑ пуҫтарса ҫӳрет. Илия ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: мана ӗҫтермешкӗн кӑкшӑмупа кӑштах шыв илсе тухсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Хӗрарӑм мӗн ыйтнине илме кайнӑ; Илия ун хыҫҫӑн кӑшкӑрса: пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр та илсемччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Илия ӑна каланӑ: ан шиклен, кай та ху мӗн каланине ту; анчах чи малтан пысӑках мар тутлӑ чуста пашалӑвӗ пӗҫер те мана килсе пар; ывӑлупа иксӗр валли кайран хатӗрлӗн,</verse>
				<verse number="14">мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫине ҫумӑр ярас кунчченех чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмӗ, чӳлмекре ҫу чакмӗ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Хӗрарӑм кайнӑ та Илия каланӑ пек тунӑ; вара вӑл хӑй те, Илия та, тӑлӑх арӑмӑн килӗ те темӗн вӑхӑт хушши апатран татӑлмасӑр пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Илияна каланӑ пек, чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмен, чӳлмекре ҫу чакман.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнтан каярахпа ҫак кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлӗ чирлесе ӳкнӗ; чирӗ ҫав тери йывӑр пулнӑран ачан сывлӑшӗ те пӗтсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӗрарӑм Илияна каланӑ: эй Турӑ ҫынни, эпӗ сана мӗн тунӑ? Эсӗ ман патӑма ҫылӑхӑмсене астутарма, ывӑлсӑр тӑратса хӑварма килтӗн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Илия ӑна: пар-ха мана ывӑлна, тенӗ. Ачана, амӑшӗн аллинчен илсе, вӑл ӑна хӑй пурӑнакан ҫӳлти пӳлӗме йӑтса кӗрсе вырӑн ҫине хунӑ,</verse>
				<verse number="20">вара Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Эсӗ эпӗ пурӑнакан кил хуҫине, тӑлӑх арӑма, ывӑлне вӗлерсе усал тӑвӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл, ача тӗлӗнче пӗшкӗнсе, виҫӗ хутчен ун ҫумне пӗтӗм тӑлпӑвӗпе чӑмӑртаннӑ, каллех Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ачан чунӗ каялла таврӑнтӑрччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Илия сассине илтнӗ, вара ҫав ачан чунӗ каялла таврӑннӑ та, ача чӗрӗлнӗ.</verse>
				<verse number="23">Илия ачана, ҫӳлти пӳлӗмрен аяла илсе анса, амӑшне панӑ: курсам, чӗрӗ сан ывӑлу, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара ҫав хӗрарӑм Илияна каланӑ: эсӗ Турӑ ҫынни иккенне, сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухакан Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ чӑн пулнине пӗлтӗм ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Чылай вӑхӑтран, ҫумӑр пулманни виҫӗ ҫула ҫитсессӗн, Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: кайса курӑн Ахава, вара Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр ярӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Илия вара Ахав патне тухса кайнӑ. Самари ҫӗрӗнче хӑрушӑ выҫлӑх тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн чухне Ахав хӑй керменӗн пуҫлӑхне Авдие чӗнсе илнӗ. Авдий Турӑран питех те хӑраса пурӑнакан ҫын пулнӑ,</verse>
				<verse number="4">Иезавель Ҫӳлхуҫа пророкӗсене пӗтернӗ чухне вӑл ҫӗр пророка пытарса хӑварнӑ, вӗсене аллӑшарӑн-аллӑшарӑн ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарса усранӑ, вӗсене шывпа ҫӑкӑр парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ахав Авдие каланӑ: ҫӗрӗмӗр тӑрӑх кайса пур ҫӑлкуҫпа пур юхӑм шыва та пӑхса тух-ха, лашасемпе мулсене ҫитермелӗх ӑҫта та пулин курӑк тупаймӑпӑр-и, выльӑхсӑр тӑрса юлас марччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара вӗсем пӑхса ҫаврӑнма ҫӗре хӑйсем хушшинче палӑртса уйӑрнӑ та, Ахав уйрӑммӑн пӗр ҫулпа, Авдий уйрӑммӑн тепӗр ҫулпа тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Авдий ҫулпа пынӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ Илия килет. Авдий ӑна палласа илсе ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: эсӗ-и ку, Илия хуҫамӑм? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Илия ӑна каланӑ: эпӗ; кай та — хӑвӑн хуҫуна: «Илия кунта» тесе пӗлтер, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Авдий каланӑ: хӑвӑн чуруна ҫапла вӗлермешкӗн, Ахав аллине памаллах мӗн туса айӑпа кӗтӗм-ши эпӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Санӑн Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! ман патшамӑм сана шыраттарма яман пӗр патшалӑхпа пӗр халӑх та юлман; ӑна сан пирки «ҫук вӑл» тесессӗн, вӑл ҫав патшалӑхпа халӑха «ӑна шыраса тупаймарӑмӑр» тесе тупа тутарать;</verse>
				<verse number="11">халӗ эсӗ: «кай та — хӑвӑн хуҫуна: Илия кунта тесе кала» тетӗн.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ Ахава хыпар тӑвӑп, анчах Турӑ Сывлӑшӗ сана таҫта илсе каять-ха; вӑл кунта килӗ те сана тупаймӗ, ӗнтӗ вӗлерет вӑл мана; эпӗ вара, санӑн чуру, мӗн кӗҫӗнрен Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫын.</verse>
				<verse number="13">Хуҫамӑм, Иезавель Турӑ пророкӗсене вӗлернӗ чухне эпӗ мӗн туни ҫинчен илтмен-им эсӗ? эпӗ Турӑ пророкӗсене, ҫӗр ҫынна, аллӑшарӑн-аллӑшарӑн, ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарса усрани ҫинчен, вӗсене шывпа ҫӑкӑр парса тӑни ҫинчен каламан-им сана?</verse>
				<verse number="14">Эсӗ вара халӗ: «кай та — хӑвӑн хуҫуна: Илия кунта тесе кала» тетӗн; вӗлерет вӑл мана! тенӗ Авдий.</verse>
				<verse number="15">Илия каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! эпӗ Ун умӗнче тӑратӑп! паян эпӗ Ахава курӑнӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Авдий вара Ахава хирӗҫ кайнӑ, Ахава хыпар тунӑ. Ахав ӗнтӗ Илияна хирӗҫ кайнӑ.</verse>
				<verse number="17">Илияна курсассӑн, вӑл: Израиле пӑлхатакан, эсӗ-и ку? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Илия каланӑ: эпӗ мар пӑлхататӑп Израиле, пӑлхатаканӗсем — эсӗ те сан аҫу йӑхӗ: эсир Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесене вырӑна хумарӑр, эсир Ваал хыҫҫӑн каятӑр;</verse>
				<verse number="19">ӗнтӗ ман патӑма Кармил тӑвӗ ҫине пӗтӗм Израиле пуҫтарса яр, тата Иезавель ӗҫми-ҫимипе пурӑнакан пророксене — Ваалӑн тӑватҫӗр аллӑ пророкӗпе Астартӑн тӑватҫӗр пророкне — пуҫтарса яр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ахав пӗтӗм Израиль ывӑлне чӗнтернӗ, мӗнпур пророка Кармил тӑвӗ ҫине пуҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="21">Илия халӑх умне тӑнӑ та каланӑ: эсир хӑҫанччен икӗ урапа та уксахласа ҫӳрӗр-ши? Эхер те Ҫӳлхуҫа чӑн Турӑ пулсассӑн, Ун ҫулӗпе ҫӳрӗр; эхер те Ваал пулсассӑн, ун ҫулӗпе ҫӳрӗр, тенӗ. Халӑх ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен.</verse>
				<verse number="22">Илия халӑха тата каланӑ: Ҫӳлхуҫа пророкӗ пӗр эпӗ анчах юлтӑм, Ваал пророкӗсем вара тӑватҫӗр аллӑ ҫын [тата Астарта пророкӗсем тӑватҫӗрӗн];</verse>
				<verse number="23">ӗнтӗ пире икӗ пӑру паччӑр, пӗр пӑрӑвне вӗсем суйласа илччӗр, ӑна пусчӑр та вутӑ ҫине хуччӑр, анчах вутне ан тивертчӗр; эпӗ вара тепӗр пӑрӑвне тирпейлесе вутӑ ҫине хурӑп, эпӗ те вут тивертмӗп;</verse>
				<verse number="24">эсир хӑвӑр туррӑра кӗлтӑвӑр, эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑма кӗлтӑвӑп. Вут-ҫулӑм ярса хуравлакан Турӑ чӑн Турӑ пулӗ, тенӗ. Пӗтӗм халӑх ӑна хирӗҫ: юрӗ, [ҫапла пултӑр], тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Илия ӗнтӗ Ваал пророкӗсене каланӑ: эсир нумаййӑн, ҫавӑнпа пӗр пӑрӑвне суйласа илӗр те малтан эсир хатӗрлӗр; турра кӗлтӑвӑр, анчах вут ан тивертӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Лешӗсем вара хӑйсене панӑ пӑрӑва илнӗ те пусса тирпейленӗ, унтан вӗсем иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен кӑшкӑра-кӑшкӑра Ваала чӗннӗ: Ваал, илтсем пире! тесе хӑйсем тунӑ чӳк вырӑнӗ тавра сиксе ҫӳренӗ. Анчах хирӗҫ пӗр сас-хура та пулман.</verse>
				<verse number="27">Кӑнтӑр тӗлӗнче Илия вӗсенчен кулма пуҫланӑ: хытӑрах кӑшкӑрӑр, вӑл турӑ-ҫке; тен, вӑл шухӑша кайнӑ пулӗ е пушӑ мар пулӗ, е ҫул ҫинче вӑл, тен, ҫывӑрать пулӗ, вӑранать акӑ! тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Лешӗсем вара тата хытӑрах кӑшкӑрма тытӑннӑ, хӑйсен йӑлипе, хӑйсене ҫӗҫӗпе, сӑнӑпа чике-чике амантнӑ, ӗнтӗ вӗсем тӑрӑх юн шапӑртатнӑ.</verse>
				<verse number="29">Кӑнтӑр тӗлӗ иртнӗ, вӗсем пур — ҫаплах-ха, каҫхи парне кӳрес вӑхӑт ҫитичченех, урса кайса кӑшкӑрашнӑ; анчах нимӗнле сасӑ та пулман, нимӗн те илтӗнмен. [Фесва ҫынни Илия вара Ваал пророкӗсене ҫапла каланӑ: ӗнтӗ пӑрӑнӑр, эпӗ те хамӑн парнеме кӳрем, тенӗ. Лешӗсем айккинелле пӑрӑнса шӑпӑрт пулса тӑнӑ.]</verse>
				<verse number="30">Вара Илия пӗтӗм халӑха: ман патӑма килӗр, тенӗ. Пӗтӗм халӑх ун патне пырса тӑнӑ. Илия Ҫӳлхуҫанӑн ишӗлнӗ парне вырӑнне тӳрлетсе лартнӑ.</verse>
				<verse number="31">Унтан вӑл Ҫӳлхуҫа «санӑн яту Израиль пулӗ» тенӗ Иаков ывӑлӗсен йӑхӗ шучӗпе вуникӗ чул илнӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫав чулсенчен вӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе парне вырӑнӗ туса лартнӑ, ун йӗри-тавра икӗ сата тӗштырӑ шӑнӑҫмалӑх ур алтса ҫаврӑннӑ,</verse>
				<verse number="33">вара [парне вырӑнӗ ҫине] вутӑ купаланӑ, пуснӑ пӑрӑвне каса-каса вутӑ ҫине хунӑ та</verse>
				<verse number="34">каланӑ: тӑватӑ витре шыв тултарӑр та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе вутӑ ҫине сапӑр, тенӗ. [Ҫавӑн пек тунӑ та.] Унтан: тепӗр хут сапӑр, тенӗ. Лешӗсем тепӗр хут сапнӑ. Тата каланӑ: виҫҫӗмӗш хут та ҫаплах тӑвӑр, тенӗ. Ҫапла виҫҫӗмӗш хут сапнӑ;</verse>
				<verse number="35">шыв парне вырӑнӗ тавралла юхса кайнӑ, ур шывпа тулса ларнӑ.</verse>
				<verse number="36">Каҫхи парне кӳме вӑхӑт ҫитсессӗн, Илия пророк [ҫӳлелле пӑхса тархасласа] каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Авраампа Исаак Турри, Израиль Турри! [Илтсемччӗ мана, Ҫӳлхуҫамӑм, халӗ мана вут-ҫулӑм витӗр хуравласамччӗ! Ҫак ҫынсем] пӗлччӗр ӗнтӗ ҫакӑ кун: Израильре пӗр Эсӗ — Турӑ; эпӗ, Санӑн чуру, пӗтӗм ӗҫӗме Сан сӑмаху тӑрӑх турӑм.</verse>
				<verse number="37">Илтсемччӗ мана, Ҫӳлхуҫамӑм, илтсемччӗ мана! Эй Турӑҫӑм, ҫак халӑх Эсӗ чӑн Турӑ иккенне, Эсӗ вӗсен чӗрине [Ху енне] ҫавӑрассине пӗлтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Ҫавӑн хыҫҫӑнах тӳперен Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑмӗ аннӑ та парнене те, вутта та, чулсене те, тӑпрана та ҫунтарса янӑ, урти шыва та типӗтсе янӑ.</verse>
				<verse number="39">Ҫакна курсассӑн пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: Турӑ — Ҫӳлхуҫа вӑл, Турӑ — Ҫӳлхуҫа вӑл! тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Илия халӑха каланӑ: тытӑр Ваал пророкӗсене, пӗри те тарса ан пытанайтӑр! тенӗ. Ярса тытнӑ пророксене, Илия вӗсене Киссон юхӑмӗ патне илсе пынӑ та пурне те чике-чике пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="41">Ахава вара Илия ҫапла каланӑ: кай, ӗҫ те ҫи: ӗнтӗ ҫумӑр шавӗ илтӗнет, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Ахав ӗҫсе ҫиме кайнӑ, Илия вара Кармил тӑррине улӑхнӑ та чӗркуҫленсе, пуҫне чӗркуҫҫине перӗнмелле пӗксе ларнӑ,</verse>
				<verse number="43">унтан хӑйпе ҫӳрекен тарҫине, ҫамрӑк ачана, каланӑ: пыр-ха, тинӗс еннелле кайса пӑх-ха, тенӗ. Лешӗ кайса пӑхса килнӗ те: нимӗн те ҫук, тенӗ. Илия каланӑ: ҫичӗ хутчен ҫапла ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Ҫиччӗмӗш хутӗнче ача каланӑ: акӑ тинӗс енчен пысӑках мар, этем алӑ тупанӗ пысӑкӑш, пӗлӗт хӑпарать, тенӗ. Илия каланӑ: Ахава кайса кала: «ҫумӑр айне пулас мар тесен, [урапуна] кӳл те ларса кай» те, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Акӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе ҫил тухнӑран тавралӑх тӗксӗмленсе килнӗ, вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пуҫланӑ. Ахав ӗнтӗ урапи ҫине хӑпарса ларнӑ, [йӗрсе янӑ] та Изреель хулине тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="46">Илия ҫинче Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ пулнӑ. Вӑл тумтирне пилӗкӗ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ та Ахав умӗнчен мӗн Изрееле ҫитиччен чупса пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Илия мӗн тунине, вӑл мӗнпур пророка хӗҫпе чиксе пӑрахнине те, Ахав пӗтӗмпех Иезавеле каласа панӑ.</verse>
				<verse number="2">Иезавель ӗнтӗ Илия патне ятарласа ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: [эхер те эсӗ Илия пулсан, эпӗ вара Иезавель пулсан,] эхер те эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлне, эсӗ ман пророксен чунне илнӗ пек, сан чунна илейместӗп пулсан, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна туччӑр, унтан ытларах та туччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫакна илтсессӗн, Илия, пурӑнӑҫне ҫӑлас тесе, Изреельтен тухса кайнӑ, Иудея ҫӗрӗнчи Вирсавия хулине ҫитнӗ, хӑйӗн тарҫине, ҫамрӑк ачана, ҫавӑнта хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="4">Хӑй вара кунӗпех пушхирпе утнӑ та пӗр уртӑш тӗмӗ айне пырса ларнӑ; вӑл хӑй валли вилӗм ыйтса ҫапла каланӑ: эй Туррӑмҫӑм, ҫитрӗ пулӗ, илсемччӗ ман чунӑма: эпӗ аттемсенчен мала мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан выртнӑ та уртӑш тӗмӗ айӗнче ҫывӑрса кайнӑ. Акӑ Ангел пырса сӗртӗннӗ ӑна, каланӑ: тӑр, ҫи [те ӗҫ], тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Илия куҫне уҫса пӑхнӑ та — курӑсӑн, ун пуҫӗ вӗҫӗнче пашалу выртать, пӗр кӑкшӑм шыв ларать. Вӑл ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ иккӗмӗш хут пынӑ, ӑна сӗртӗнсе каланӑ: тӑр, ҫи [те ӗҫ]: инҫе ҫул выртать сан умӑнта, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Илия тӑнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан, ҫав апатпа вӑй илсе, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ Турӑ тӑвӗ патне — Хорив патне — ҫитиччен утнӑ.</verse>
				<verse number="9">Унта вӑл ту хӑвӑлне кӗрсе ҫӗр каҫнӑ. Акӑ ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм; Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Турӑ каланӑ: тух та ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне тӑр; акӑ Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнчен тусене кисретекен, ту чакӑлӗсене аркатакан вирлӗ те вӑйлӑ ҫил пырӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫилре мар; ҫил хыҫҫӑн ҫӗр чӗтренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫӗр чӗтренинче мар;</verse>
				<verse number="12">ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑн вут-ҫулӑм тухӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — вут-ҫулӑмра мар; вут-ҫулӑм сӳнсессӗн, лӑпкӑ ҫил вӗрӗ, [Турӑ — ҫавӑнта], тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫакна илтсессӗн, Илия питне юпӑнчипе хупланӑ та ту хӑвӑлӗ умне тухса тӑнӑ. Кӗҫех сасӑ илтӗннӗ, каланӑ ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм: Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара Турӑ ӑна каланӑ: килнӗ ҫулупа пушхир урлӑ каялла кайса Дамаска ҫит; унта Азаила Сири патши пулма ҫу сӗр,</verse>
				<verse number="16">Ииуя, Намесси ывӑлне, Израиль патши пулма ҫу сӗр; Елисее — Сафат ывӑлне, Авел-Мехола ҫыннине — ху вырӑнна пророк пулма ҫу сӗр;</verse>
				<verse number="17">Азаил хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Ииуй вӗлерӗ, Ииуй хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Елисей вӗлерӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫапах та Эпӗ израильсем хушшинче ҫичӗ пин [ар] хӑвартӑм; вӗсем пӗри те Ваала пуҫҫапман, вӗсем пӗри те ӑна чуптуман, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Илия ӗнтӗ Хорив патӗнчен кайнӑ та Елисее, Сафат ывӑлне, суха тунӑ ҫӗрте шыраса тупнӑ; Елисейӗн вуникӗ акр ҫӗр пулнӑ, вӑл шӑпах вуниккӗмӗш акрне сухаланӑ. Илия, айккинчен иртсе пыруҫӑн, ун ҫине хӑйӗн юпӑнчине ывӑтнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӑкӑрӗсене пӑрахса хӑварса, [Елисей] Илия хыҫӗнчен чупнӑ, хуса ҫитсе каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана аттем-аннемпе сывпуллашса килме, вара сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ. Илия каланӑ ӑна: кай та каялла таврӑн, эпӗ сана чарса тӑмастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Елисей кайнӑ та икӗ вӑкӑрне пуснӑ, унтан ака пуҫне ҫунтарса аш ӑшаланӑ та ӑна ҫынсене валеҫсе панӑ, лешӗсем ҫинӗ ӗнтӗ. Хӑй вӑл Илия хыҫӗнчен кайнӑ, ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑра пуҫланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Сири патши Венадад хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарнӑ, унпа пӗрле тата вӑтӑр икӗ патша, утлӑ ҫарпа урапаллӑ ҫар пулнӑ, ҫапла Самарие ҫавӑрса илнӗ те вӑрҫӑ вӑрҫа пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="2">Венадад ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне хулана элчӗсем янӑ,</verse>
				<verse number="3">ӑна ҫапла калама хушнӑ: Венадад ҫапла калать: санӑн ылтӑнупа кӗмӗлӳ — манӑн, арӑмусем те, чи лайӑх ывӑлусем те — манӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Израиль патши ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ каланӑ пек пултӑр, патша хуҫамӑм: эпӗ хам та, манӑн мӗн пурри те йӑлтах — санӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Каллех элчӗсем килнӗ, каланӑ: Венадад ҫапла калать: эпӗ сан патна: «хӑвӑн ылтӑн-кӗмӗлне, хӑвӑн арӑмусемпе ывӑлусене мана пар» тесе калама янӑччӗ;</verse>
				<verse number="6">ҫавӑнпа эпӗ ыран, ҫак вӑхӑта, сан патна хамӑн чурасене яратӑп, вӗсем санӑн кил-ҫуртна та, сана пӑхӑнса тӑракансен килӗсене те пӑхса ҫаврӑнччӑр, эсӗ вӗсене хӑвӑн пӗтӗм хаклӑ мулна пар та вӗсем ӑна ман патӑма илсе килччӗр, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Израиль патши ӗнтӗ мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнсе пухнӑ та каланӑ: курӑр-ха эсир, асӑрхӑр, вӑл усал тӑвас шухӑшлӑ; вӑл ман арӑмсене, ман ывӑлӑмсене, ман ылтӑн-кӗмӗле ыйтса ярсассӑн, эпӗ хирӗҫ пулмарӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Пӗтӗм аслӑ ҫын, пӗтӗм халӑх каланӑ ӑна: ан итле, ан килӗш, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ. Элчӗсем ӗнтӗ хӑйсен патши патне ҫак хуравпа таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Венадад татах Ахав патне калама янӑ: Самари тӑпри-тусанӗ ман хыҫӑмран пыракан ҫынсене пурне те пӗрер ывӑҫ тивес пулсассӑн, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна кӑтартчӑр, унтан ытларах та кӑтартчӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Израиль патши ҫапла хуравланӑ: калӑр, пилӗкне ҫыхакан пилӗкне салтакан пек ан мухтантӑр, тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Патшасемпе пӗрле чатӑрта ӗҫсе ларнӑ Венадад, ҫак сӑмахсене илтсессӗн, хӑйӗн чурисене каланӑ: хупӑрласа илӗр хулана, тенӗ. Вӗсем вара хулана хупӑрласа илнӗ.</verse>
				<verse number="13">Акӑ ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне пӗр пророк пырса тӑнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак пысӑк эшкере куратӑн-и? Паян Эпӗ ӑна сан аллуна парӑп, ҫапла санӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлмелле пултӑр, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ахав: кам урлӑ? тенӗ. Пророк каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисем урлӑ, тет, тенӗ. [Ахав:] ҫапӑҫӑва кам пуҫлать? тенӗ. Лешӗ: эсӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">[Ахав] ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисене шутласа тухнӑ, вӗсем икҫӗр вӑтӑр икӗ ҫын пулнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑха шутласа тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫичӗ пин пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем кӑнтӑр тӗлӗнче тапранса тухнӑ. Венадад ӗнтӗ хӑйне пулӑшакан патшасемпе, вӑтӑр икӗ патшапа, чатӑрта ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Малтан ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисем тапранса тухнӑ. Венадад пӑхма янӑ та, ӑна Самарирен ҫар ҫыннисем тухни ҫинчен хыпар тунӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл каланӑ: вӗсем килӗшӳ сӗнесшӗн тухнӑ пулсассӑн, чӗрӗлле тытса илӗр, вӑрҫӑпа тухнӑ пулсассӑн та, ҫавӑн пекех чӗрӗлле тытса илӗр вӗсене, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Хуларан ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисем, вӗсем хыҫӗнчен ҫар тухнӑ.</verse>
				<verse number="20">Кашнийӗ тӑшмана пӗтерсе пынӑ; Сири ҫыннисем каялла ҫаврӑнса тарнӑ, израильсем вӗсен хыҫӗнчен хӑваланӑ. Сири патши Венадад утлӑ ҫарпа пӗрле юланутпа тарса хӑтӑлнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ӗнтӗ Израиль патши ҫар ертсе тухнӑ та Сири ҫарне аркатса тӑкнӑ, вӗсен учӗсемпе ураписене темӗн чухлӗ ярса илнӗ.</verse>
				<verse number="22">Израиль патши патне пророк пырса ҫапла каланӑ: таврӑн та вӑй пух, мӗн тумаллине астусах тӑр: ҫулталӑк иртсессӗн, Сири патши татах сана хирӗҫ килӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Сири патшине вара тарҫисем ҫапла каланӑ: вӗсен Турри — сӑрт-ту Турри, [айлӑм Турри мар,] ҫавӑнпа ҫӗнтерчӗҫ пире; вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫас пулсассӑн, эпир ҫӑмӑллӑнах ҫӗнмелле вӗсене,</verse>
				<verse number="24">эппин, ҫапла ту: ҫарсене ҫав патшасем ертсе ан кайччӑр, вӗсем вырӑнне ҫӗр пуҫлӑхӗсене ларт;</verse>
				<verse number="25">унтан — мӗн чухлӗ ҫын пӗтнӗ санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗрен пуҫтар: лаши те, ҫар урапи те унччен мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлех пултӑр; вара вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫӑпӑр, ун чухне вӗсене ҫӗнтермеллипех ҫӗнтерӗпӗр, тенӗ. Патша вӗсем каланине итленӗ, ҫавӑн пек тунӑ та.</verse>
				<verse number="26">Ҫулталӑк иртсессӗн Венадад Сири ҫыннисене пуҫтарнӑ та Израильпе вӑрҫӑ вӑрҫма Афек хули патне тапранса тухнӑ.</verse>
				<verse number="27">Израиль ывӑлӗсем те вӑрҫа хатӗрленнӗ, вӗсем, апат-ҫимӗҫ илсе, тӑшманӗсене хирӗҫ кайнӑ. Израиль ывӑлӗсем Сири ҫыннисен тапӑрӗ умӗнче ушкӑнпа, икӗ пысӑках мар качака кӗтӗвӗ пек, тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ. Сири ҫыннисем вара пӗтӗм ҫӗре сӑрса илнӗ.</verse>
				<verse number="28">Израиль патшине Турӑ ҫынни пырса каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Сири ҫыннисем: «Ҫӳлхуҫа — сӑрт-ту Турри, айлӑм Турри мар» тесе калаҫнӑшӑн Эпӗ ҫак пӗтӗм эшкере санӑн аллуна паратӑп, ҫапла сирӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлмелле пултӑр, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Пӗр-пӗрне хирӗҫ ҫичӗ кун хушши тапӑрпа тӑнӑ. Ҫиччӗмӗш кунне ҫапӑҫу пуҫланнӑ; Израиль ывӑлӗсем пӗр кунрах Сирин ҫӗр пин ҫуран ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ыттисем Афек хулине тарса ӳкнӗ; унта ытти ҫав ҫирӗм ҫичӗ пин ҫын ҫине хӳме ишӗлсе аннӑ. Венадад та хулана тарнӑ, унта пӗр шалти пӳлӗме пытанса ларнӑ.</verse>
				<verse number="31">Тарҫисем ӑна каланӑ: Израиль халӑхӗн патшисем хӗрхенекен кӑмӑллӑ патшасем тенине илтнӗччӗ эпир; ирӗк парсамччӗ пире, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, мӑя кантра ҫыхса, Израиль патши патне каймашкӑн; тен, вӑл сан пурӑнӑҫна упраса хӑварӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Вара вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, мӑйне кантра ҫыхса, Израиль патши патне пынӑ та каланӑ ӑна: Венадад чуру сана: «хӗрхенсемччӗ ман пурӑнӑҫа» тет, тенӗ. Лешӗ: вӑл чӗрӗ-и вара? вӑл манӑн тӑван, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫав ҫынсем ҫакна лайӑх паллӑ вырӑнне хунӑ та ун ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмаха васкасах малалла тӑснӑ: Венадад сан тӑвану, тенӗ. Вӑл: кайӑр, илсе килӗр ӑна, тенӗ. Вара Венадад ун патне тухнӑ, Ахав ӑна хӑйпе пӗрле ҫар урапи ҫине лартнӑ.</verse>
				<verse number="34">Венадад ӑна каланӑ: эпӗ ман аттем сан аҫунтан туртса илнӗ хуласене каялла тавӑрса парӑп, Дамаскра эсӗ, ман аттем Самарире тытнӑ пек, суту-илӳ вырӑнӗсем тытма пултаратӑн, тенӗ. Ахав каланӑ: килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн эпӗ сана каялла ярӑп, тенӗ. Вара, унпа килӗшӳ туса, ӑна каялла янӑ.</verse>
				<verse number="35">Ҫавӑн чухне пророк ывӑлӗсенчен пӗри, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх, тепӗрне каланӑ: хӗне мана, тенӗ. Анчах ку ҫынни ӑна хӗнеме килӗшмен.</verse>
				<verse number="36">Лешӗ каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлеменшӗн сана ман патӑмран кайсанах арӑслан ҫурса пӑрахӗ, тенӗ. Ку ҫынни ун патӗнчен кайнӑ, чӑнах, ӑна арӑслан тӗл пулнӑ та ҫурса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="37">Малтанхи ҫынни тепӗр ҫынна тупса: хӗне мана, тенӗ. Ку ҫынни вара ӑна амантса пӗтеричченех хӗненӗ.</verse>
				<verse number="38">Ӗнтӗ пророк кайнӑ та, куҫне виткӗҫпе хупласа, ҫул ҫине патшана хирӗҫ пулма тухса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="39">Патша ҫулпа иртсе пынӑ чухне вӑл ӑна кӑшкӑрса каланӑ: санӑн чуру ҫапӑҫура пулнӑччӗ, пӗр ҫын, айккинче тӑраканскер, ман патӑма ҫын илсе пычӗ те каларӗ: «хуралласа тӑр ҫакна; вӑл тарас пулсассӑн санӑн чуну ун чунӗ вырӑнне пулӗ е санӑн пӗр талант кӗмӗл виҫсе пама тивӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="40">Санӑн чуру ун-кун ӗҫпе чӑрманнӑ хушӑра хайхи хураллама парса хӑварнӑ ҫын ҫухалчӗ, тенӗ. Израиль патши ӑна каланӑ: хӑвна мӗнле айӑплав тивессе эсӗ хӑвах каларӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Лешӗ ҫавӑнтах виткӗҫне сирнӗ те, патша вӑл пророксенчен пӗри иккенне ӑнкарса илнӗ.</verse>
				<verse number="42">Лешӗ ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ пӗтмелле тупаланӑ ҫынна хӑвӑн аллунтан вӗҫертнӗшӗн сан чуну — ун чунӗ вырӑнне, халӑху ун халӑхӗ вырӑнне пулӗ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Израиль патши вара пӑшӑрханса та кулянса малалла кайнӑ, ҫапла Самарие ҫитнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Ҫак ӗҫсем хыҫҫӑн ҫапла пулнӑ: Изреель ҫыннин Навуфейӗн Изреель хулинче, Самари патши Ахав керменӗ ҫывӑхӗнче иҫӗм пахчи пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ахав Навуфее каланӑ: хӑвӑн иҫӗм пахчине пар мана, унта эпӗ пахчаҫимӗҫ туса илӗп, вӑл ман керменӗм ҫывӑхӗнчех; ун вырӑнне сана унтан лайӑхрах иҫӗм пахчи парӑп е, кӑмӑлу пулсассӑн, унӑн хакне кӗмӗлпе тӳлӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах Навуфей Ахавпа килӗшмен: аттемӗрсенчен юлнӑ еткере сана парасран Ҫӳлхуҫа сыхлатӑрах мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Изреель ҫынни Навуфей ҫапла «аттемӗрсен ҫӗрне памастӑп сана» тенипе Ахав ӗнтӗ килне ҫилленсе те пӑшӑрханса таврӑннӑ. Вӑл, [вӗчӗрхенсе ӳкнӗскер,] вырӑнӗ ҫине тӳртӗн ҫаврӑнса выртнӑ та апат та ҫимен.</verse>
				<verse number="5">Ун патне арӑмӗ Иезавель кӗнӗ те каланӑ ӑна: апат та ҫимелле марах мӗне пула шуйханнӑ санӑн чуну? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ахав каланӑ ӑна: Изреель ҫыннине Навуфее: «хӑвӑн пахчуна кӗмӗлле пар мана е, кӑмӑлу пулсассӑн, эпӗ сана уншӑн урӑх пахча парӑп» терӗм те, вӑл мана: «памастӑп сана хамӑн иҫӗм пахчине, [аттемӗрсен еткерлӗхне]» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иезавель, арӑмӗ, каланӑ вара: эсӗ ҫапла туса тӑрас пулсассӑн, Израильре мӗнле патшалӑх пулӗччӗ-ши? тӑр, апат ҫи те лӑплан; эпӗ сана Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине илсе парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара вӑл Ахав ятӗнчен ҫырусем ҫырса хатӗрленӗ те патша пичетне ҫапса пичетлесе тухнӑ, унтан ҫав ҫырусене Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсене ярса панӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫырӑвӗсенче вӑл ҫапла ҫырнӑ: халӑха типӗ тытмалли куна пӗлтерӗр, Навуфее халӑх умне лартӑр;</verse>
				<verse number="10">ӑна хирӗҫ икӗ юрӑхсӑр ҫынна лартӑр, вӗсем ӑна хирӗҫ кӳнтелесе калаччӑр: «эсӗ Турӑпа патшана хурларӑн» тетчӗр; ҫавӑн хыҫҫӑн илсе тухӑр та ӑна чулпа персе вӗлерӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан ятлӑ ҫынсем вара — аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсем — Иезавель хушнӑ пек, хӑйсене ярса панӑ ҫырура мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек тунӑ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ типӗ тытмалли куна пӗлтернӗ, Навуфее халӑх умне, малти вырӑна, лартнӑ;</verse>
				<verse number="13">унтан икӗ юрӑхсӑр ҫын тухнӑ та ӑна хирӗҫ пырса ларнӑ, ҫав усал ҫынсем халӑх умӗнче ӑна хирӗҫ кӳнтеленӗ: Навуфей Ҫӳлхуҫана тата патшана хурларӗ, тенӗ. Ӑна вара хула тулашне илсе тухса чулпа персе вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="14">Иезавель патне ҫын янӑ: Навуфее чулпа персе вӗлернӗ, тесе пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="15">Навуфее чулпа персе вӗлернӗ тенине илтсессӗн, Иезавель Ахава каланӑ: тӑр, Изреель ҫынни Навуфей кӗмӗлле парасшӑн пулман иҫӗм пахчине хӑвӑн аллуна кайса ил: Навуфей чӗррисем хушшинче ҫук ӗнтӗ, вилнӗ вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ахав [Изреель ҫыннине] Навуфее вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, [тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, кайран] Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине хӑй аллине илме кайнӑ.</verse>
				<verse number="17">Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="18">Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ;</verse>
				<verse number="19">кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.</verse>
				<verse number="20">Ахав Илияна каланӑ: тупрӑн эсӗ мана, тӑшманӑм! тенӗ. Илия: тупрӑм, эсӗ ӗнтӗ ҫылӑх ӑшне путнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тӑватӑн, [Ӑна ҫиллентеретӗн].</verse>
				<verse number="21">[Ҫӳлхуҫа ҫапла калать:] акӑ Эпӗ сан ҫине хӗн-хур яратӑп, сан хыҫҫӑн шӑлса тухӑп та Ахавӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп;</verse>
				<verse number="22">Мана ҫиллентернӗшӗн, Мана вӗчӗрхентернӗшӗн, Израиль халӑхне ҫылӑха кӗртнӗшӗн Эпӗ сан килне Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнинех, Ахия ывӑлӗн Ваасан килне мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп, тет.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ;</verse>
				<verse number="24">Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ;</verse>
				<verse number="25">Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ;</verse>
				<verse number="26">вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.</verse>
				<verse number="27">Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Ахав [Ҫӳлхуҫа умӗнче кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе, йӗрсе ҫӳренӗ,] тумтирне ҫурса пӑрахса хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, типӗ тытнӑ, хуйхӑ тумтирӗпех выртса тӑнӑ, хурлӑхлӑ ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="28">Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран [Ахав ҫинчен] сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="29">Ман умӑмра Ахав мӗнле йӑвашланнине куртӑн-и? вӑл ҫапла йӑвашланнӑшӑн Эпӗ ун ӗмӗрӗнче хӗн-хур ямӑп; ун ывӑлӗн ӗмӗрӗнче синкер-сехмет ярӑп ун килӗ ҫине, тенӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Виҫӗ ҫул пурӑнса ирттернӗ, Сирипе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пулман.</verse>
				<verse number="2">Виҫҫӗмӗш ҫулӗнче Иосафат — Иудея патши — Израиль патши патне пынӑ.</verse>
				<verse number="3">Вара Израиль патши хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хули пирӗн хула пулнине пӗлетӗр-и? Эпир вара тахҫантанпах шарламасӑр тӑратпӑр, ӑна Сири патши аллинчен туртса илесси ҫинчен шухӑшламастпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Унтан вӑл Иосафата каланӑ: манпа пӗрле Галаадри Рамофа хирӗҫ вӑрҫӑпа пырӑн-и? тенӗ. Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла; сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех; санӑн урхамахусем мӗнле, ман урхамахсем те ҫавӑн пекех, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иосафат Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫа мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Израиль патши пророксене пӗр тӑватҫӗр ҫын пуҫтарнӑ та каланӑ: Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и манӑн, каймалла мар-и? тенӗ. Лешӗсем: кай, Ҫӳлхуҫа ӑна патша аллине парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иосафат каланӑ: кунта Турӑ пророкӗ тата ҫук-ши? ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулатчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ. Иосафат ӗнтӗ: эй патша, ун пек ан кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Израиль патши вара пӗр хайрана чӗнсе илсе каланӑ: хӑвӑртрах Иемвлай ывӑлӗ Михей патне ҫитсе кил, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="11">Седекия, Хенаана ывӑлӗ, тимӗр мӑйрака туса тӑхӑннӑскер, каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫакӑнпа эсӗ Сири ҫыннисене тӗппипе пӗтермелле сӗксе тухӑн, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ытти пророкӗсем те пурте ҫавнах шантарса калаҫнӑ: кай Галаадри Рамофа, ӑнӑҫу пулӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна патша аллине парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ; эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Михей каланӑ: Турӑ пур! эпӗ Туррӑм мӗн каланине калӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара вӑл патша патне пынӑ. Патша ӑна каланӑ: Михей! Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн, каймалла мар-и? тенӗ. Лешӗ ӑна: кай, ӑнӑҫу пулать, Ҫӳлхуҫа вӑл хулана патша аллине парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Патша ӑна каланӑ: татах, татах тархаслатӑп сана, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗрӗссине каланисӗр пуҫне мана урӑх нимӗн те ан кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Михей каланӑ: тусем тӑрӑх кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек сапаланса кайнӑ пӗтӗм Израиль ҫыннине куратӑп эпӗ. Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Израиль патши Иосафата каланӑ: каламарӑм-и сана, вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать темерӗм-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">[Михей] каланӑ вара: [ун пек мар; ман сӑмаха мар,] Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн тавра сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ;</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ. Хайхи пӗри капла калать, тепӗри апла калать;</verse>
				<verse number="21">унтан пӗр сывлӑшӗ Ҫӳлхуҫа умне тухса тӑчӗ те: эпӗ илӗртсе ҫавӑрӑп ӑна, терӗ. Ҫӳлхуҫа унран ыйтрӗ: мӗнле майпа? терӗ.</verse>
				<verse number="22">Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суя сывлӑш пулса тӑрӑп, терӗ. Ҫӳлхуҫа каларӗ: эсӗ илӗртсе ҫавӑрӑн ӑна, тӑвӑн ҫакна, кай та ҫапла ту, терӗ.</verse>
				<verse number="23">Халӗ ӗнтӗ акӑ Ҫӳлхуҫа ҫав суя сывлӑша санӑн пророкусен чӗлхи-ҫӑварне кӗме чарман; анчах Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ырӑ мар каларӗ, тенӗ Михей.</verse>
				<verse number="24">Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран уйӑрӑлса кайнӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та</verse>
				<verse number="27">калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫителӗксӗр ҫӑкӑр ҫитерсе, ҫителӗксӗр шыв ӗҫтерсе тытӑр ӑна, тесе калать тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ. Унтан: эй халӑх, итлӗр пурте! тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Ӗнтӗ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хули патне тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ. Вара Израиль патши тумне улӑштарнӑ та ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="31">Сири патшийӗн вӑтӑр икӗ ҫар урапи пулнӑ, вӑл ҫавсен пуҫлӑхӗсене каланӑ: кӗҫӗннипе те, аслипе те ан ҫапӑҫӑр, пӗр Израиль патшипе анчах ҫапӑҫӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Иосафата курсассӑн, ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ. Иосафат кӑшкӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="33">Ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем, ку Израиль патши маррине курса, ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ.</verse>
				<verse number="34">Пӗр ҫынни вара уххине ӑнсӑртран карӑнтарса вӗҫертнӗ те Израиль патшине тимӗр тумтирӗн ҫӗвви витӗр лектерсе амантнӑ. Патша хӑйӗн лавҫине каланӑ: мана амантрӗҫ, каялла ҫаврӑн та мана ҫар хушшинчен илсе тух, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ та, патша Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, ун суранӗнчен ҫар урапи ҫине юн юхнӑ, каҫхине вилнӗ вара.</verse>
				<verse number="36">Хӗвел аннӑ вӑхӑтра пӗтӗм тапӑра каласа пӗлтернӗ: кашнийӗ хӑй хулине, кашнийӗ хӑй ҫӗрне кайӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫапла патша вилнӗ, ӑна Самарие турттарса килнӗ, патшана Самарире пытарнӑ.</verse>
				<verse number="38">Ҫар урапине Самари пӗвинче ҫуса тасатнӑ, патша юнне йытӑсем ҫуланӑ, ҫав юнланнӑ шывпах аскӑн арӑмсем ҫӑвӑннӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх пулнӑ.</verse>
				<verse number="39">Ахавӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, тата сӑлан шӑмминчен лартнӑ керменпе вӑл тунӑ хуласем ҫинчен Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="40">Ҫапла Ахав канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Охозия ларнӑ.</verse>
				<verse number="41">Ахав Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине Аса ывӑлӗ Иосафат вара Иудея патшине ларнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="42">Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр пилӗк ҫулта пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ. Унӑн амӑшӗ, Салаил хӗрӗ, Азува ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="43">Иосафат пур тӗлӗшпе те хӑй ашшӗ Аса ҫулӗпе ҫӳренӗ, унран пӑрӑнман, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ. Анчах тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан; халӑх вӗсем ҫинче ҫаплах-ха парнесем кӳнӗ, тӗтӗркӗчпе тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="44">Иосафат Израиль патшипе килӗшӳ тунӑ.</verse>
				<verse number="45">Иосафатӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл мӗнле ҫапӑҫнине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="46">Вӑл хӑйӗн ашшӗ Аса пурӑннӑ вӑхӑтра сыхланса юлнӑ аскӑн ҫынсене тӗппипе пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="47">Идумея ҫӗрӗнче ун чухне патша пулман; унта Иудея патшин вырӑнти пуҫлӑхӗ анчах пулнӑ.</verse>
				<verse number="48">Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ.</verse>
				<verse number="49">Вара Охозия — Ахав ывӑлӗ — Иосафата каланӑ: ӗнтӗ ман тарҫӑмсем санӑн тарҫусемпе пӗрле карапсемпе кайччӑр-и, тенӗ. Анчах Иосафат килӗшмен.</verse>
				<verse number="50">Иосафат ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ашшӗн Давидӑн хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Иорам ларнӑ.</verse>
				<verse number="51">Иудея патши Иосафат вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Охозия Израиль патшҫине ларнӑ; Израиле [Самарире] икӗ ҫул тытса тӑнӑ,</verse>
				<verse number="52">вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, вӑл ашшӗ ҫулӗпе, амӑшӗ ҫулӗпе, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ:</verse>
				<verse number="53">вӑл Ваала пӑхӑнса тӑнӑ, ӑна пуҫҫапнӑ, ашшӗ тунӑ ӗҫсенех туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="12">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ахав вилнӗ хыҫҫӑн Моав Израильрен хӑпасшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Охозия пӗррехинче Самарири керменӗн ҫӳлти пӳлӗмӗн чӳречинчен решетке витӗр ӳкнӗ те чирлесе кайнӑ. Вара вӑл элчисене ҫула кӑларса янӑ: Аккарон турри веельзевул патне кайӑр та ыйтса пӗлӗр — эпӗ ку чиртен сывалайӑп-ши? тенӗ. [Лешӗсем ӗнтӗ ыйтса пӗлме кайнӑ.]</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Фесва ҫыннине Илияна каланӑ: Самари патши янӑ ҫынсене хирӗҫ тух та кала: Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн эсир веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма каятӑр?</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн ҫапла калать: выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн, тет, тенӗ. Илия вӗсене хирӗҫ кайнӑ, [вӗсене] каланӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫыннисем Охозия патне каялла таврӑннӑ. Охозия: эсир мӗншӗн халех таврӑнтӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Лешӗсем ӑна каланӑ: пире хирӗҫ пӗр ҫын тухрӗ те ҫапла каларӗ: «хӑвӑра кунта янӑ патша патне таврӑнӑр та калӑр ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн эсӗ веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма яратӑн? Ҫавӑншӑн выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн» тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Охозия татах ыйтнӑ: сире хирӗҫ тухса ҫак сӑмахсене каланӑ ҫын мӗнлерехскерччӗ вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Лешӗсем ӑна каланӑ: ҫынни темӗскерле ҫӑмлӑ тумтирпе, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, тенӗ. Патша: апла ку — Фесва ҫынни Илия, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара вӑл ун патне аллӑ ҫын пуҫлӑхне аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Ҫавӑн чухне Илия ту ҫинче ларнӑ, ҫав алпӳ ун патне улӑхнӑ та каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ту ҫинчен ан» тет.</verse>
				<verse number="10">Илия алпӗве хуравласа каланӑ: эпӗ Турӑ ҫынни пулсассӑн, тӳперен вут-ҫулӑм антӑр, сана хӑвна та, санӑн аллӑ ҫыннуна та ҫунтарса ятӑр, тенӗ. Тӳперен вут-ҫулӑм аннӑ та вара ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="11">Патша ӗнтӗ ун патне тепӗр алпӗве аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Алпӳ Илияна каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ан хӑвӑртрах» тет.</verse>
				<verse number="12">Илия ӑна хуравласа каланӑ: эпӗ Турӑ ҫынни пулсассӑн, тӳперен вут-ҫулӑм антӑр, сана хӑвна та, санӑн аллӑ ҫыннуна та ҫунтарса ятӑр, тенӗ. Тӳперен Турӑ вут-ҫулӑмӗ аннӑ та ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="13">Патша ӗнтӗ виҫҫӗмӗш алпӗве аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Ҫав виҫҫӗмӗш алпӳ Илия умне чӗркуҫленсе ларнӑ та тархасласа каланӑ: Турӑ ҫынни! манӑн чунӑмран та, чурусен — ҫак аллӑ ҫыннӑн — чунӗсенчен те ан йӗрӗнсемччӗ;</verse>
				<verse number="14">акӑ тӳперен вут-ҫулӑм анса унчченхи алпӳсене иккӗшне те мӗнпур ҫыннипе пӗрлех ҫунтарса ячӗ; халӗ манӑн чунӑма хӗрхенсемччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Илияна каланӑ: унран ан хӑра, унпа пӗрле кай, тенӗ. Вӑл вара унпа пӗрле патша патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Патшана ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Турӑ сӑмахне ыйтса пӗлме Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн веельзевул патне, Аккарон турри патне, ҫынсем ятӑн? ҫавӑншӑн выртнӑ вырӑну ҫинчен тӑраймӑн, вилӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Илия урлӑ каланӑ пек, вӑл вилнӗ вара. Ун вырӑнне Иорам [Охозия пӗртӑванӗ] патшана ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн Охозиян ывӑл пулман; ку ӗҫ Иосафат ывӑлӗ Иорам иккӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="18">Охозиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Илияна тӳпене ҫавраҫилпе илсе хӑпартма палӑртнӑ вӑхӑтра Илия Елисейпе пӗрле Галгалран таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Илия Елисее каланӑ: эсӗ кунтах юл, Ҫӳлхуҫа мана Вефиль хулине ярать, тенӗ. Елисей каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ. Вӗсем вара Вефиле кайнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вефильри пророксен ывӑлӗсем Елисей патне тухнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа паян хӑвӑн хуҫуна илсе каясса пӗлетӗн-и эсӗ? тенӗ. Елисей: ан шарлӑр, эпӗ те пӗлетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Илия ӑна каланӑ: Елисей, кунта юл, Ҫӳлхуҫа мана Иерихон хулине ярать, тенӗ. Лешӗ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ. Вӗсем вара Иерихона ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="5">Иерихонри пророксен ывӑлӗсем Елисей патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа паян хӑвӑн хуҫуна илсе каясса пӗлетӗн-и эсӗ? тенӗ. Елисей: ан шарлӑр, эпӗ те пӗлетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Илия ӗнтӗ Елисее каланӑ: кунта юл, Ҫӳлхуҫа мана Иордан шывӗ хӗррине ярать, тенӗ. Лешӗ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ. Вара иккӗшӗ те пӗрле кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсен хыҫӗнчен пынӑ пророксен ывӑлӗсем — аллӑ ҫын — аякра вӗсем тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ, кусем иккӗшӗ Иордан хӗрринче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Илия ҫиелти юпӑнчине хывнӑ та, ӑна пӗтӗрсе, унпа шыва ҫапнӑ, шыв унталла та кунталла уйӑрӑлса тӑнӑ, вара иккӗшӗ те типӗ ҫӗрпе каҫса кайнӑ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйсем каҫса кайсан Илия Елисее каланӑ: мана хӑвӑнтан уйӑрса илсе кайиччен хӑвна мӗн кирлине ыйт манран, тенӗ. Елисей каланӑ: санри хӑват манра икӗ хут ытларах пултӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Илия каланӑ ӑна: ытла йывӑррине ыйтатӑн эсӗ; эхер те мана хӑвӑн патӑнтан илсе кайнине курайсассӑн, мӗн ыйтни пулӗ, кураймасассӑн — пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем калаҫса пынӑ хушӑра вут-ҫулӑмлӑ урапапа вут-ҫулӑмлӑ лашасем килсе тухнӑ та вӗсене иккӗшне пӗр-пӗринчен уйӑрнӑ, ҫапла Илия тӳпене ҫавраҫилпе ҫӗкленсе хӑпарса кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Елисей ҫавна курса: ай аттеҫӗм, аттеҫӗм! Израилӗн урапаллӑ ҫарӗ, унӑн утлӑ ҫарӗ! тесе кӑшкӑрса янӑ. Илияна урӑх курайман вӑл. Вара вӑл ҫийӗнчи тумтирне икӗ пая туртса ҫурнӑ.</verse>
				<verse number="13">Елисей ӗнтӗ Илиян ӳксе юлнӑ юпӑнчине илнӗ те хӑй килнӗ ҫулпа каялла утнӑ, Иордан хӗррине пырса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="14">Елисей Илияран ӳксе юлнӑ юпӑнчипе шыва ҫапса ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Илия Турри, — Ҫавӑ ӑҫта? тенӗ. Унтан Елисей шыва тата тепре ҫапнӑ, шыв икӗ еннелле уйӑрӑлнӑ, Елисей каҫса кайнӑ.</verse>
				<verse number="15">Иерихонри пророксен ывӑлӗсем ӑна аякранах асӑрханӑ та каланӑ: Илия хӑвачӗ Елисее куҫрӗ, тенӗ. Вӗсем ӗнтӗ ун патне пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ,</verse>
				<verse number="16">вара каланӑ ӑна: акӑ пирӗн, санӑн чурусенӗн, аллӑ ҫын пур; пурте вӑйлӑ вӗсем; кайччӑр та сан хуҫуна шыраччӑр вӗсем; Турӑ Сывлӑшӗ ӑна илсе кайрӗ пулӗ те пӗр-пӗр ту ҫине е пӗр-пӗр айлӑма ӳкерсе хӑварчӗ пулӗ, тенӗ. Вӑл: ҫын яма кирлӗ мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Анчах та вӗсем ӑна чылайччен тархасланӑ, йӑлӑхтарсах ҫитернӗ, вӑл вара: ярӑр эппин, тенӗ. Ӗнтӗ аллӑ ҫын янӑ, вӗсем виҫӗ кун хушши шыранӑ, ӑна тупайман,</verse>
				<verse number="18">шыраканӗсем Елисей патне Иерихона таврӑннӑ, вӑл вӗсене: эпӗ сире: «ан ҫӳрӗр» терӗм мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫав хула ҫыннисем Елисее каланӑ: хуҫамӑр хӑех курать пулӗ, пирӗн хула лайӑх вырӑнта ларать, анчах шывӗ япӑх тата ҫӗрӗ те пулӑхлӑ мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл: мана ҫӗнӗ курка парӑр, унта тӑвар хурӑр, тенӗ. Ӑна мӗн ыйтнине панӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл ҫӑлкуҫ умне пынӑ, шыва тӑвар сапнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ку шыва тасатрӑм, унран текех вилӗм пулмӗ, ҫӗр те пулӑхсӑр пулма пӑрахӗ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Елисей каланӑ сӑмахпа вара ҫак шыв паянхи кунчченех тап-таса.</verse>
				<verse number="23">Унтан вӑл Вефиле кайнӑ. Вӑл ҫулпа пынӑ чухне хуларан пӗчӗк ачасем чупса тухнӑ та ӑна: утах, кукша пуҫ! утах, кукша пуҫ! тесе йӗкӗлтенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӑл ҫаврӑнса пӑхнӑ та ачасене асӑрханӑ, вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ылханнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑрмантан икӗ упа ами сиксе тухнӑ та ҫав ачасенчен хӗрӗх иккӗшне ҫурса тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="25">Кунтан вӑл Кармил тӑвӗ ҫине кайнӑ, унтан Самарие таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Иудея патши Иосафат вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Иорам Израиль патши пулма ларнӑ, вӑл вуникӗ ҫул патша пулнӑ,</verse>
				<verse number="2">вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, анчах та ашшӗпе амӑшӗ чухлех иртӗнмен: вӑл Ваал кӗлеткине, хӑйӗн ашшӗ ӑсталанӑскерне, вырӑнӗнчен илсе пӑрахнӑ,</verse>
				<verse number="3">апла пулин те Нават ывӑлӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенчен, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхсенчен, хӑпман, ҫавӑн пекех туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Меса, Моав ҫӗрӗн патши, выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен пуян пулнӑ, вӑл Израиль патшине ҫӗршер пин сурӑх тата ҫӑмне кастарман ҫӗршер пин така яра-яра панӑ.</verse>
				<verse number="5">Ахав вилсессӗн вара Моав патши Израиль патшинчен хӑпнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫав вӑхӑтра Иорам патша, Самарирен тапранса тухса, пӗтӗм Израиль халӑхне хӑй тавра пуҫтарнӑ;</verse>
				<verse number="7">вӑл тата Иудея патши Иосафат патне ҫынсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: Моав патши манран уйрӑлчӗ, эсӗ манпа пӗрле ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа пыратӑн-и? тенӗ. Лешӗ каланӑ: пыратӑп; эсӗ мӗнле — эпӗ те ҫаплах; санӑн халӑху епле — манӑн халӑх та ҫаплах; санӑн урхамахусем мӗнле — манӑн урхамахсем те санӑнни пекех, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иосафат ӗнтӗ: мӗнле ҫулпа каймалла-ши пирӗн? тенӗ. Израиль патши: Эдом пушхирӗнчи ҫулпа, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Израиль патши Иудея патшипе тата Эдом патшипе пӗрле кайнӑ, вӗсем ҫичӗ кун хушши ҫавра ҫулпа пынӑ; анчах ҫар валли те, вӗсем хыҫҫӑн пыракан выльӑх-чӗрлӗх валли те шыв пулман.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ Израиль патши каланӑ: ах! Ҫӳлхуҫа ҫакӑ виҫӗ патшана Моав аллине тытса парас тесе пӗрле пуҫтарчӗ иккен, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара Иосафат каланӑ: кунта Ҫӳлхуҫа пророкӗ ҫук-ши, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтма пулмӗ-ши? тенӗ. Израиль патшийӗн пӗр тарҫи каланӑ: Елисей — Сафат ывӑлӗ, Илия алли ҫине шыв ярса тӑнӑскерӗ — кунтах, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иосафат каланӑ: унра Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ, тенӗ. Вара Израиль патши Иосафат тата Эдом патши ун патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Елисей Израиль патшине каланӑ: сана манран мӗн кирлӗ? аҫу пророкӗсем патне, аннӳ пророкӗсем патне кай, тенӗ. Ӑна Израиль патши каланӑ: ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫакӑ виҫӗ патшана Моав аллине тытса парас тесе пуҫтарнӑ кунта, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Елисей каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! Эпӗ Унӑн умӗнче тӑратӑп! Эхер те эпӗ Иудея патшине Иосафата сума суман пулсассӑн, сан ҫине пӑхман та пулӑттӑм, сана курман та пулӑттӑм;</verse>
				<verse number="15">халӗ кӗслеҫӗ чӗнсе килӗр, тенӗ. Кӗслеҫӗ кӗслине калама тытӑнсанах, Елисее Ҫӳлхуҫа алли сӗртӗннӗ,</verse>
				<verse number="16">вара Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак айлӑмра ур чавса тухӑр,</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир ҫил вӗрнине те кураймӑр, ҫумӑр ҫунине те кураймӑр, айлӑма пурпӗрех шыв капланса килӗ, вара эсир хӑвӑр та ӗҫетӗр, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх та ӗҫӗ;</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ку сахал: Вӑл Моава та сирӗн аллӑра парӗ,</verse>
				<verse number="19">ун чухне эсир мӗнпур ҫирӗплетнӗ хуласене тата мӗнпур тӗп хуласене аркатӑр, мӗнпур паха йывӑҫа касса пӗтерӗр, мӗнпур шыв ҫӑлкуҫне пӗвелесе тухӑр, мӗнпур хир лаптӑкӗсене чул пӑрахса тухса юрӑхсӑра кӑларӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ирхине, тырӑ-пулӑ парни кӳме вӑхӑт ҫитсессӗн, Эдом енчен сасартӑках шыв капланса килме пуҫланӑ, ҫӗре шыв тулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Моав ҫыннисем, хӑйсене хирӗҫ патшасем вӑрҫӑпа килнине пӗлсессӗн, пӗтӗм халӑха — пиҫиххи ҫыхса ҫӳрекенсемпе вӗсенчен аслӑраххисене — пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та чикӗ хӗррине тухса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫав ирхине вӗсем ирех тӑнӑ, хӗвел шыв тӗлӗнче ҫуталса кайсассӑн, Моав ҫыннисене шыв аякран юн пек хӗп-хӗрлӗ курӑннӑ.</verse>
				<verse number="23">Вара вӗсем каланӑ: ку вӑл — юн; патшасем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса кайнӑ та пӗр-пӗрне пӗтернӗ; Моав, каяр тупӑш илме! тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем вара израильсен тапӑрӗ патнех ҫитнӗ. Израильсем кар тӑнӑ та моавсене хӗсме тытӑннӑ, лешӗсем вара тарма пикеннӗ, израильсем хӗснӗҫемӗн хӗссех пынӑ, моавсене ҫапса салатнӑ.</verse>
				<verse number="25">Хулисене аркатнӑ, хирти лайӑх лаптӑксене, кашниех пӗрер катӑк пӑрахса, чул айне туса хӑварнӑ; мӗнпур ҫӑлкуҫне пӗвелесе лартнӑ, мӗнпур лайӑх йывӑҫа касса тӑкнӑ, Кир-Харешет хули ҫеҫ тӗрӗс-тӗкел пулнӑ. Анчах йывӑр чулпа перекенсем ӑна та ҫавӑрса илнӗ, тӗппипе аркатса тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="26">Моав патши ҫапӑҫура хӑйне ҫӗнтерсе пынине курнӑ та хӗҫ тытнӑ ҫичҫӗр ҫынна илсе Эдом патши тӗлне ҫӗмӗрсе тухма тӑнӑ; анчах вӗсем унта ҫитеймен.</verse>
				<verse number="27">Вара вӑл малтанхи ывӑлне, хӑй вырӑнне патшана лартма тивӗҫлӗскерне, тытнӑ та ӑна хӳме ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. Ҫакӑн пек йӗрӗнчӗк ӗҫе курсассӑн, Израиль ҫыннисем кунтан чакса кайнӑ та каялла хӑйсен ҫӗрне таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Пророк ывӑлӗсен арӑмӗсенчен пӗри, ӗсӗклесех, Елисее каланӑ: санӑн чуру, манӑн упӑшкам, вилчӗ; чуру Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннине пӗлетӗн эсӗ; ӑна кивҫен панӑ ҫын халӗ вара манӑн ачамсене иккӗшне те хӑй патне чуралӑха илсе кайма килчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Елисей каланӑ ӑна: сана мӗн туса пулӑшам-ши? кала-ха, санӑн килӳнте мӗн пур? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: санӑн чурун килӗнче йывӑҫ ҫӑвӗпе унӑн савӑчӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Елисей ӑна каланӑ: эсӗ халь килне кай, пушӑ савӑтсем пуҫтар, вӗсене кӳршӳсенчен те ил; нумайрах пуҫтар,</verse>
				<verse number="4">вара хӑв хыҫҫӑн, ывӑлусем хыҫҫӑн алӑка питӗр те ҫав мӗнпур савӑта ҫу тултар; туп-тулли тултарса ларт, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Тӑлӑх арӑм ун патӗнчен кайнӑ, хӑй хыҫҫӑн, ывӑлӗсем хыҫҫӑн алӑка питӗрсе хунӑ. Ывӑлӗсем ӑна савӑт тыттарса тӑнӑ, вӑл савӑтсене ҫу ярса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Савӑтсене пӗтӗмпех тултарса тухсассӑн, вӑл ывӑлне каланӑ: тата савӑт пар-ха, тенӗ. Ывӑлӗ: савӑт урӑх ҫук, тенӗ. Вара ҫу юхса тӑма чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Тӑлӑх арӑм Турӑ ҫынни патне кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен каласа панӑ. Елисей ӑна: халь кай та ҫу сут, парӑмусене парса тат; мӗн юлнипе эсӗ ывӑлусемпе тӑранса пурӑнӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Пӗррехинче Елисей Сонам хулине пынӑ. Унта ӑна пӗр пуян хӗрарӑм хӑй патне апат ҫиме чӗнсе кӗртнӗ; вӑл вара ҫакӑнтан иртсе ҫӳренӗ чухне яланах ун патне апат ҫиме кӗрекен пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Лешӗ вара хӑй упӑшкине каланӑ: эпӗ пӗлетӗп: ҫак ҫын, тӑтӑшах пирӗн тӗлтен иртсе ҫӳрекенскер, — Турӑ ҫынни, сӑваплӑ ҫын;</verse>
				<verse number="10">ун валли ҫӳлте пысӑк мар пӳлӗм хатӗрлер, вырӑн сарса, сӗтел-пукан, ҫутаткӑҫ лартса парар; пирӗн пата килмессерен малашне унта кӗтӗр вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Тепрехинче вара, ҫавӑнта пырсассӑн, Елисей ҫав пӳлӗме кӗрсе канма выртнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл хӑйӗн тарҫине, Гиезие, каланӑ: чӗн-ха ҫак Сонам хӗрарӑмне, тенӗ. Лешӗ чӗннӗ, хӗрарӑм ун умне пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Елисей ӗнтӗ тарҫине хушнӑ: кала-ха ӑна: «эсӗ пирӗншӗн тем тӗрлӗ тӑрӑшатӑн; мӗн туса памалла сана? сан пирки патшапа е ҫарпуҫпе калаҫса пӑхмалла мар-и?» те, тенӗ. Хӗрарӑм: кирлӗ мар, эпӗ халӑхӑм хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Елисей татах: мӗскер туса памалла-ши ӑна? тенӗ. Гиезий: ку хӗрарӑмӑн ывӑл ҫук, упӑшки ватӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара Елисей: чӗнсе кил-ха ӑна, тенӗ. Гиезий чӗнсе килнӗ; хӗрарӑм алӑк патӗнчен иртмесӗрех чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Елисей хӗрарӑма каланӑ: тепӗр ҫулталӑкран, шӑп ҫак вӑхӑтра, санӑн алӑри ывӑл ача пулӗ, тенӗ. Хӗрарӑм: ҫук, хуҫамӑм, Турӑ ҫынни, чуруна ан ултала, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Чӑнах, хӗрарӑм йывӑрланнӑ та тепӗр ҫулталӑкран, шӑпах Елисей каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ҫуратнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ача ӳснӗ. Пӗррехинче вӑл ашшӗ патне, тырӑ выракансем патне, кайнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл ашшӗне каланӑ: пуҫӑм! пуҫӑм ыратать! тенӗ. Ашшӗ тарҫине каланӑ: ачана амӑшӗ патне леҫсе яр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Тарҫи ӑна амӑшӗ патне йӑтса ҫитернӗ. Ача ӗнтӗ амӑшӗ чӗрҫи ҫинче кӑнтӑрлаччен ларнӑ та вилсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="21">Амӑшӗ вара Турӑ ҫыннин пӳлӗмне кӗнӗ те, ывӑлне ун вырӑнӗ ҫине хурса, алӑка хупса тухнӑ,</verse>
				<verse number="22">унтан упӑшкине чӗнсе илсе каланӑ: мана пӗр тарҫӑ пар, пӗр ашак пар, эпӗ Турӑ ҫынни патне кайса килетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Упӑшки каланӑ: унта сан мӗн тума каймалла? паян ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те мар, шӑматкун та мар, тенӗ. Арӑмӗ: ан пӑшӑрхан, пурте йӗркеллӗ пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӑл ама ашака йӗнерленӗ те тарҫине каланӑ: ҫавӑтса пыр; эпӗ каламасӑр ан чарӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Кайнӑ-кайнӑ та Кармил тӑвӗ умне, Турӑ ҫынни патне, ҫитнӗ. Турӑ ҫынни ӑна аякранах асӑрханӑ, вара хӑйӗн тарҫине, Гиезие, каланӑ: ку — Сонам арӑмӗ.</verse>
				<verse number="26">Ӑна хирӗҫ чупса тухса ыйт-ха: «сывах-и эсӗ? упӑшку сывӑ-и? ывӑлу сывӑ-и?» те, тенӗ. Сонам арӑмӗ: пурте сывах, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Турӑ ҫынни патне, ту ҫине, улӑхсассӑн, арӑм ӑна уринчен ярса тытнӑ. Гиезий ӑна айккинелле сиресшӗн пулнӑ, анчах Турӑ ҫынни каланӑ: ан тив, чунӗ хурланнӑ унӑн, Ҫӳлхуҫа вара мана ҫакна систермерӗ, пытарчӗ манран, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Сонам арӑмӗ каланӑ: хуҫамӑмран эпӗ ывӑл ыйтнӑччӗ-им? эпӗ: «мана ан ултала» тесе каламанччӗ-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Елисей ӗнтӗ Гиезие каланӑ: пилӗкне ҫых, аллуна манӑн туяна тыт — кай; кама та пулин тӗл пулсассӑн, ӑна ан саламла, кам та пулин хӑвна саламласассӑн та — ӑна сӑмах ан чӗн; ман туяна эсӗ ача пичӗ ҫине хур, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ача амӑшӗ ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран хӑпмастӑп, тенӗ. Елисей тӑнӑ та ун хыҫҫӑн утнӑ.</verse>
				<verse number="31">Гиезий вӗсенчен маларах ҫитнӗ те туяна ача пичӗ ҫине хунӑ. Анчах ача сас та паман, хускалман та. Гиезий вара Елисей патне тухнӑ та пӗлтернӗ ӑна: ача вӑранмасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Елисей пӳрте кӗнӗ, акӑ вилнӗ ача унӑн вырӑнӗ ҫинче выртать.</verse>
				<verse number="33">Пӳрте кӗрсессӗн вӑл хӑй хыҫҫӑн алӑка хупса хунӑ, вара Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="34">Унтан вырӑн ҫине улӑхса, пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ача ҫумне чӑмӑртаннӑ, унӑн тутипе хӑйӗн тутине, унӑн куҫӗпе хӑйӗн куҫне тӗлме-тӗл тытнӑ, хӑйӗн ал лаппине унӑн ал лаппийӗ ҫине хунӑ; вара ачан ӳчӗ ӑшӑнса кайнӑ.</verse>
				<verse number="35">Елисей ура ҫине тӑнӑ, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ ҫӳренӗ; унтан каллех вырӑн ҫине хӑпарса, пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ача ҫумне чӑмӑртаннӑ. Ача вара ҫичӗ хутчен сунасласа илнӗ те куҫне уҫнӑ.</verse>
				<verse number="36">Елисей хӑйӗн тарҫине, Гиезие, чӗнсе илнӗ те: чӗн-ха ҫак Сонам арӑмне, тенӗ. Лешӗ чӗннӗ. Сонам арӑмӗ кӗрсессӗн, Елисей: ил хӑвӑн ывӑлна, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Ача амӑшӗ, чупса пырса, ун ури умнех ӳкнӗ, ҫӗре ҫити пуҫҫапнӑ; унтан ывӑлне илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="38">Елисей вара Галгала таврӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче ун чухне выҫлӑх тӑнӑ, пророксен ывӑлӗсем Елисей умӗнче ларнӑ. Елисей хӑйӗн тарҫине каланӑ: пысӑк хуран ларт та пророксен ывӑлӗсем валли шӳрпе пӗҫер, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Вӗсенчен пӗри уя ҫимӗҫ таврашӗ шырама тухнӑ, хирте вӑл явӑнса ӳсекен ӳсентӑрана асӑрханӑ, ун ҫимӗҫне ӗнтӗ тумтирӗ туллиех татса тултарнӑ; таврӑннӑ та ҫав ҫимӗҫе шӳрпене вакласа янӑ, ыттисем ку мӗнле ҫимӗҫ пулнине пӗлмен.</verse>
				<verse number="40">Пурне те ҫиме антарса панӑ. Шӳрпе ҫиме тытӑнсанах вӗсем шӑв-шав ҫӗкленӗ: Турӑ ҫынни, хуранта — вилӗм! тенӗ. Нихӑшӗ те ҫиеймен вара.</verse>
				<verse number="41">Елисей: ҫӑнӑх парӑр-ха, тенӗ. Ҫӑнӑхне вӑл хурана янӑ та [Гиезие]: ҫынсене шӳрпе антарса пар, ҫиччӗр, тенӗ. Хуранта вара сиенли нимӗн те юлман.</verse>
				<verse number="42">Ҫак вӑхӑтра Ваал-Шалиша ҫӗрӗнчен пӗр ҫын килсе ҫитнӗ, Турӑ ҫынни валли вӑл ҫӗнӗ тырӑран пуҫласа пӗҫернӗ ҫирӗм ҫӑкӑр — урпа ҫӑкӑрӗсем — тата шӗкӗлчемен чӗрӗ тырӑ илсе килнӗ. Елисей вара: ҫынсене пар, ҫиччӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Тарҫи ӑна каланӑ: ҫӗр ҫынна мӗнле валеҫсе памалла ҫакна? тенӗ. Елисей: ҫынсене пар, ҫиччӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «ҫисе те тӑранӗҫ, ытлашши те юлӗ» тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Тарҫи валеҫсе панӑ: Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, ҫынсем ҫисе те тӑраннӑ, ытлашши те юлнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Нееман, Сири патшийӗн ҫарпуҫӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк ҫын шутланнӑ, ун умӗнче хисепре тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ун урлӑ Сири ҫыннисене ҫӗнтерӳ кӳнӗ; вӑл питӗ пултаруллӑ ҫар ҫынни пулнӑ, анчах тилҫе чирӗпе асапланнӑ.</verse>
				<verse number="2">Сири ҫыннисем израильсене тапӑнсах тӑнӑ. Пӗррехинче вӗсем Израиль ҫӗрӗнче пӗчӗк хӗрачана тыткӑна илнӗ; ҫак хӗрача Нееман арӑмӗ патӗнче тарҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑскер Нееман арӑмне каланӑ: ах, манӑн хуҫамӑм Самарири пророк патӗнче пулас пулсассӑн, вӑл ӑна тилҫе чирӗнчен сыватнӑ пулӗччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Нееман хӑй патши патне кайнӑ та: Израиль хӗрачи ҫапла-ҫапла каларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӗнтӗ Сири патши [Неемана] каланӑ: каях, кайса кил, эпӗ Израиль патши патне ҫыру ҫырса паратӑп, тенӗ. Лешӗ кайнӑ, хӑйпе пӗрле вунӑ талант кӗмӗл, ултӑ пин сикль ылтӑн тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вунӑ тумтир илнӗ;</verse>
				<verse number="6">Израиль патши патне ҫыру илсе ҫитернӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «ҫакӑ ҫырупа пӗрле эпӗ акӑ хамӑн Нееман тарҫӑма яратӑп, эсӗ ӑна тилҫерен сыватсам» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑнах Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынна вӗлерме е сыватма эпӗ Турӑ-им? мӗн-ма ман патӑма тилҫеллӗ ҫынна сиплеме ярать вӑл? халь акӑ пӗлсе-курса тӑрӑр: вӑл манпа хирӗҫме сӑлтав шырать, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнине илтсессӗн, Турӑ ҫынни Елисей ун патне ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: эсӗ тумтирне мӗн тума туртса ҫуртӑн? вӑл ман патӑма килтӗр, вара Израильре пророк пуррине пӗлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Нееман юланутсемпе, ҫар урапипе ҫитнӗ те Елисей ҫурчӗ умӗнче чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Елисей, ун патне хӑйӗн тарҫине кӑларса, ҫапла калаттарнӑ: кай та Иорданра ҫичӗ хут ҫӑвӑн, вара ӳтӳ ҫӗнелӗ, эсӗ тасалӑн.</verse>
				<verse number="11">Нееман, тарӑхса кайса, каялла ҫаврӑннӑ: вӑл ман патӑма хӑй тухать пулӗ, Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса, аллине ман суран ҫине хурса ӑна сыватать пулӗ тесеттӗм;</verse>
				<verse number="12">Дамаск юханшывӗсем — Авана тата Фарфар — Израиль шывӗсенчен аванрах мар-и вара? эпӗ ҫавӑнта ҫӑвӑнса тасалма пултараймастӑп-шим? тенӗ. Каялла ҫаврӑннӑ та вӑл, ҫилленсе, пӑрахса кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Чурисем ун патне пынӑ та ӑна вӑрахчен ӳкӗтленӗ: аттемӗр, пророк хӑвна пысӑкрах ӗҫ хушнӑ пулсассӑн, эсӗ тумастӑнччӗ-и ҫавна? халӗ вӑл сана шыва кӗрсе тухма ҫеҫ каларӗ: «ҫӑвӑн та — тасалӑн» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Нееман вара, Турӑ ҫынни каланӑ пек, Иорданра ҫичӗ хут чӑмса илнӗ те — ӳчӗ ҫӗнелнӗ унӑн, ача ӳчӗ пек тап-таса пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫыннипе пӗрле Турӑ ҫынни патне таврӑннӑ, ун умне тӑрса ҫапла каланӑ: Израильри пек Турӑ ҫӗр ҫинче урӑх ҫуккине пӗлтӗм эпӗ; хӑв чурунтан парне йышӑнсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Елисей каланӑ: Турӑ пур, эпӗ Унӑн умӗнче тӑратӑп! ҫук, илместӗп, тенӗ. Лешӗ ӗнтӗ ӑна парнине илмех хистенӗ, анчах Елисей илме килӗшмен.</verse>
				<verse number="17">Нееман каланӑ вара: апла пулсассӑн хӑвӑн чуруна икӗ ашакла лашапа илсе каймалӑх ҫӗр парса яччӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру малашне Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне никама та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмӗ;</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа мана, санӑн чуруна, акӑ мӗншӗн каҫартӑрччӗ: патша хуҫамӑм Риммон ҫуртне пуҫҫапма кайсассӑн, вӑл мана аллӑмран тытса тӗревленсессӗн, Риммон ҫуртӗнче эпӗ те пуҫҫапӑп; ҫавӑншӑн, Риммон ҫуртӗнче пуҫҫапнӑшӑн, Ҫӳлхуҫа санӑн чуруна каҫартӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Елисей ӑна каланӑ вара: ыррӑн-сыввӑн кай, тенӗ. Лешӗ ӗнтӗ ҫула тухнӑ, вӑл инҫех те кайман-ха,</verse>
				<verse number="20">Гиезий — Елисейӗн, Турӑ ҫыннин, тарҫи — каланӑ: акӑ манӑн хуҫамӑм ҫав Нееманран, Сири ҫыннинчен, парне илме килӗшмерӗ. Турӑ пур! Ун хыҫҫӑн чуптарам та мӗн те пулин ыйтса илем, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Гиезий вара Нееман хыҫҫӑн чуптарнӑ. Нееман, хӑй хыҫҫӑн хӑвалакана асӑрхаса, урапи ҫинчен аннӑ та ӑна кӗтсе илсе: ырӑ кӑмӑлпах-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Лешӗ каланӑ: ырӑ кӑмӑлпах; хуҫамӑм мана акӑ мӗн ыйтма ячӗ: «ман патӑма Ефрем тӑвӗ ҫинчен пророксен ывӑлӗсем иккӗн килчӗҫ; вӗсем валли пӗр талант кӗмӗл, улӑштарса тӑхӑнмалӑх икӗ тумтир парсамччӗ» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Нееман: илех икӗ талант, тенӗ. Ӑна вӑл хистесех сӗннӗ. Лешӗ илнӗ вара. Нееман икӗ талант кӗмӗле тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх икӗ тумтире, икӗ миххе чиксе, икӗ тарҫине тыттарнӑ. Тарҫӑсем Гиезий умӗнчен утса пынӑ.</verse>
				<verse number="24">Сӑрт патне ҫитсессӗн, Гиезий вӗсенчен михӗсене илнӗ те килне кӗрсе пытарса хунӑ. Ҫыннисене каялла янӑ, лешӗсем кайнӑ.</verse>
				<verse number="25">Гиезий ӗнтӗ хуҫи патне таврӑннӑ, Елисей ӑна: ӑҫтан килтӗн эсӗ, Гиезий? тенӗ. Лешӗ: санӑн чуру ниҫта та кайман-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Елисей ӑна каланӑ: леш ҫын хӑй урапи ҫинчен сана хирӗҫ аннӑ чухне манӑн чӗрем санпала марччӗ-и вара, халӗ кӗмӗл те тумтир илмелли, ҫу йывӑҫӗсем те иҫӗм ҫырли пахчисем, вак выльӑх та шултӑра выльӑх, арҫын чурасем те хӗрарӑм чурасем илмелли вӑхӑт-и вара?</verse>
				<verse number="27">Ӗнтӗ Нееман тилҫи сана тата санӑн пӗтӗм ӑрӑвна ӗмӗрлӗхе ҫыпҫӑнтӑр, тенӗ. Вара Гиезий, тилҫе ернипе, ун патӗнчен юр пек шап-шурӑ пулса тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Пророксен ывӑлӗсем Елисее каланӑ: кунта, сан патӑнта, пурӑнма хӗсӗк пире;</verse>
				<verse number="2">эпир Иордан енне каятпӑр, унта кашниех пӗрер пӗрене илетпӗр те хамӑр валли пурӑнмалли вырӑн тӑватпӑр, тенӗ. Вӑл: юрать, кайӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Пӗри ӑна каланӑ: ырӑ пулсамччӗ, эсӗ те хӑвӑн чурусемпе пырсамччӗ, тенӗ. Вӑл: пыратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара вӗсемпе пӗрле кайнӑ; вӗсем Иордан хӗррине ҫитнӗ те йывӑҫ касма тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне пӗрийӗн пуртти шыва ӳкнӗ. Вӑл кӑшкӑрсах янӑ: ах хуҫамӑм! пуртти ку вӑхӑтлӑха усӑ курма илнӗскерччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Турӑ ҫынни: пуртту хӑш тӗле ӳкрӗ? тенӗ. Лешӗ ӑна ӳкнӗ вырӑна кӑтартнӑ. Елисей йывӑҫ татӑкне касса илнӗ те кӑтартнӑ вырӑна пӑрахнӑ, вара пуртӑ ҫиеле ишсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="7">Елисей: ил, тенӗ. Лешӗ аллине тӑснӑ та пуртта ярса илнӗ.</verse>
				<verse number="8">Сири патши израильсене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ, хӑйӗн тарҫисемпе канашласа, вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн тапӑра ҫав-ҫав вырӑна вырӑнаҫтарса тухатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ ҫынни вара Израиль патшине асӑрхаттарса калама ҫын янӑ: ҫав-ҫав вырӑнпа иртсе ҫӳресрен сыхлан, унта Сири ҫыннисем пытанса ларнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Израиль патши Турӑ ҫынни асӑрхаттарнӑ вырӑн ҫинчен хӑй ҫыннисене те пӗлтернӗ; ҫапла майпа вӑл хӑйне пӗр-икӗ хут кӑна мар ҫӑлса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫакӑн хыҫҫӑн Сири патши хыпӑнса ӳкнӗ, вӑл чурисене пухнӑ та каланӑ: калӑр-ха, пирӗннисенчен кам Израиль патшипе ҫыхӑну тытать? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Пӗр тарҫи каланӑ ӑна: патша хуҫамӑм, никам та ҫыхӑну тытмасть; Израильре пурӑнакан Елисей пророк эсӗ хӑвӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмӳнте калакан сӑмахсене те Израиль патшине пӗтӗмпех пӗлтерсе тӑрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ӗнтӗ Сири патши каланӑ: кайӑр та вӑл ӑҫтине пӗлӗр; эпӗ вара ӑна ҫын ярса тыттаратӑп, тенӗ. Ӑна часах: «вӑл — Дофаимра» тесе пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="14">Сири патши унта лашасемпе вӑрҫӑ ураписем тата темӗн чухлӗ ҫар янӑ. Кусем ҫӗрле пырса ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ.</verse>
				<verse number="15">Турӑ ҫыннийӗн тарҫи ирхине ирех тӑрса тухнӑ; акӑ хула йӗри-тавра — темӗн чухлӗ ҫар, лашасем тата вӑрҫӑ ураписем. Тарҫи хӑй хуҫине каланӑ вара: ах хуҫамӑм! мӗн тумалла-ши пирӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Елисей каланӑ: ан хӑра, пирӗн майлисем вӗсен майлисенчен йышлӑрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Унтан Елисей ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ун куҫне уҫсамччӗ — куртӑрччӗ вӑл, тенӗ. Ҫӳлхуҫа ун тарҫин куҫне уҫнӑ та — вӑл акӑ мӗн курнӑ: Елисей йӗри-тавра пӗтӗм сӑрт-тӑва вутлӑ лашасем, вутлӑ урапасем сӑрса илнӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӑй патне Сири ҫыннисем ҫывӑхарсассӑн, Елисей Ҫӳлхуҫана кӗлтуса ҫапла каланӑ: вӗсене суккӑр тусамччӗ, тенӗ. Елисей ыйтнӑ пек, Турӑ вӗсене суккӑр тунӑ.</verse>
				<verse number="19">Вара Елисей вӗсене каланӑ: ку вӑл — эсир каяс ҫул мар, хули те ку — эсир каяс хула мар; утӑр ман хыҫҫӑн, эпӗ сире хӑвӑр шыракан ҫын патне илсе ҫитерӗп, тенӗ. Ӗнтӗ вӗсене Самарие илсе ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="20">Самарие пырса ҫитсессӗн, Елисей каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! вӗсенӗн куҫне уҫсамччӗ, курччӑр вӗсем, тенӗ. Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн куҫне уҫнӑ, вӗсем хӑйсем Самари варринче тӑнине курнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсене курсассӑн, Израиль патши Елисее каланӑ: аттеҫӗм, ҫапса пӑрахмалла мар-ши вӗсене? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Елисей каланӑ: ан вӗлер. Вӗлерме эсӗ вӗсене хӑв хӗҫӳпе, хӑв уххупа тыткӑна илтӗн-им? Эсӗ вӗсене ҫӑкӑрпа шыв пар; ҫиччӗр, ӗҫчӗр, кайран хӑйсен патши патне кайччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Израиль патши вӗсене тулӑх апат хатӗрлесе панӑ, вӗсем ҫинӗ те, ӗҫнӗ те. Вара вӗсене кайма ирӗк панӑ, вӗсем хӑйсенӗн патши патне таврӑннӑ. Ҫав Сири эшкерӗсем Израиль ҫӗрне текех тапӑнман вара.</verse>
				<verse number="24">Ҫакӑн хыҫҫӑн Венадад, Сири патши, хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарса, каллех вӑрҫӑпа тухнӑ, Самарие ҫавӑрса илнӗ.</verse>
				<verse number="25">Тӑшман хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Самарире хӑрушла выҫлӑх тӑнӑ, ашак пуҫне сакӑрвунӑ сикль кӗмӗлле сутнӑ, чӗрӗк каб чухлӗ кӑвакарчӑн каяшне пилӗк сикль кӗмӗлле панӑ.</verse>
				<verse number="26">Израиль патши пӗррехинче хула хӳми ҫинче утса пынӑ пулнӑ. Пӗр хӗрарӑм йӗре-йӗре каланӑ ӑна: патша хуҫамӑм, пулӑшсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Патша каланӑ: сана Ҫӳлхуҫа пулӑшмасть пулсассӑн, эпӗ мӗнле пулӑшам-ха сана? йӗтем ҫинчипе-и, юхтаркӑчран илнипе-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Патша ӑна: сана мӗн кирлӗ? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: мана пӗр арӑм ҫапла каларӗ: «хӑв ывӑлна пар, ӑна эпир паян ҫисе яратпӑр, ман ывӑлӑма вара ыран ҫиетпӗр» терӗ.</verse>
				<verse number="29">Ывӑлӑма пӗҫерсе ҫирӗмӗр. Эпӗ леш арӑма тепӗр кунхине: «халь хӑвӑн ывӑлна пар, паян ӑна ҫисе ярӑпӑр» терӗм. Анчах вӑл хӑй ывӑлне таҫта пытарнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Хӗрарӑм каланине итлесе пӗтерсессӗн, патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ; хӑй ҫаплипех хӳме ҫинче утса ҫӳренӗ, халӑх вара вӑл хуйхӑ тумтирӗпе пулнине асӑрханӑ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл каланӑ: Елисейӗн, Сафат ывӑлӗн, пуҫӗ паянтан сывӑ юлсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Елисей ҫав вӑхӑтра килӗнче ларнӑ пулнӑ, унпа пӗрлех аслӑ ҫынсем те ларнӑ. [Патша] ун патне ҫын янӑ. Патша янӑ ҫын хӑй патне килсе ҫитиччен Елисей аслӑ ҫынсене ҫапла каланӑ: ҫынвӗлеренӗн ывӑлӗ ман пуҫа касма ҫын янине куратӑр-и эсир? Ҫав ҫын килсессӗн, астӑвӑр, алӑка хупса лартӑр! Алӑка тытса тӑрӑр — ан кӗртӗр ӑна. Авӑ ун хыҫӗнченех хуҫийӗн ури тапӑлтатни илтӗнет, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вӑл ҫапла калаҫнӑ хушӑрах акӑ патша янӑ ҫын ун патне пырса кӗнӗ те каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫаран инкек килсе ҫитрӗ! малашне Ҫӳлхуҫаран тата мӗн кӗтмелле-ши манӑн? тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Елисей хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Турӑ ҫыннине патшанӑн шанчӑклӑ ҫынни ҫапла хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши? тенӗ. Елисей каланӑ: хӑв куҫупа хӑв курӑн та, анчах ҫисе кураймӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Хапха умӗнче тилҫе ернӗ тӑватӑ ҫын ларнӑ, вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: пирӗн кунта вилӗм кӗтсе лармалла-и?</verse>
				<verse number="4">Хӑюлӑх ҫитерсе хулана каяс — хулара выҫлӑх, унта вилетпӗр эпир; кунтах ларас — кунта та вилетпӗр. Сири тапӑрне каяр: пире чӗрех хӑварсан — пурӑнӑпӑр, вӗлерсен — вилӗпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Тӗттӗмленсе ҫитсессӗн, ҫав ҫынсем Сири тапӑрне кайма тухнӑ. Сири тапӑрӗ патне ҫитнӗ те, акӑ унта пӗр ҫын та ҫук.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ҫапла тунӑ: Сири тапӑрӗнчи ҫынсене вӑрҫӑ ураписем шалтӑртатнӑ пек, лашасем кӗҫеннӗ пек, шутсӑр пысӑк ҫар куҫса килнӗ чухнехи пек шӑв-шав илтӗннӗ. Сири ҫыннисем пӗр-пӗрне каланӑ: Израиль патши пире хирӗҫ тӑма, пирӗнпе ҫапӑҫма хетсен патшине тата Египет патшине тара тытнӑ пулас, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара тӗттӗмленсен, чӗррӗн ҫӑлӑнас тесе, хӑйсен чатӑрӗсене, лашисене, ашакӗсене, мӗнпур тапӑра — мӗнле пулнӑ ҫаплипех пӑрахса хӑварса унтан тухса тарнӑ.</verse>
				<verse number="8">Леш тилҫе ернӗ ҫынсем ҫитнӗ те тапӑрти пӗр чатӑра кӗнӗ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унти ылтӑн-кӗмӗле те, тумтир таврашне те илсе тухнӑ, вара кайса пытарса хунӑ. Кайран тепӗр чатӑра кӗнӗ, унта та илмеллине илнӗ те пытарса хунӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара пӗр-пӗрне каланӑ: эпир тӗрӗс мар тӑватпӑр. Паян — савӑнӑҫлӑ хыпар кунӗ; васкамасассӑн, тул ҫутӑласса кунтах кӗтсе илсессӗн, пирӗн ҫине айӑп ӳкет. Каяр, патша килне пӗлтерер, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫитнӗ те, хула хапхи хуралҫисене чӗнсе илсе, вӗсене ҫапла каласа кӑтартнӑ: эпир Сири тапӑрне кайрӑмӑр, унта пӗр ҫын та, ҫын сассийӗ те ҫук; кӑкарнӑ лашасемпе кӑкарнӑ ашаксем ҫеҫ, чатӑрӗсем те унчченхи пекех, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Хапха хуралҫисем ку хыпара патша керменнех ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="12">Патша ҫӗр варринче тӑнӑ та тарҫисене каланӑ: Сири ҫыннисем пирӗнпе мӗн тума шутланине пӗлтерем-и сире? Вӗсем эпир выҫӑпа аптӑранине аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен тапӑрӗнчен тухнӑ та хирте пытанса ларнӑ, вӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: «кусене эпир хуларан тухнӑ-тухман чӗрӗллех ярса илетпӗр те хамӑр вара хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе каятпӑр» теҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫынсенчен пӗри ҫапла хуравланӑ: хулара чӗрӗ юлнӑ пилӗк лашана илччӗр те [израильсен пӗтӗм ҫарӗнчен, израильсен пӗтнӗ-арканнӑ пӗтӗм ҫарӗнчен, мӗн чӗрӗ юлнийӗ ҫак хулара ҫеҫ пулнӑ] кайса пӑхчӑр, вара куҫ курӗ унта, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара ҫар урапи кӳлнӗ икӗ пар лаша илнӗ. Патша хӑй ҫыннисене Сири ҫарне йӗрлесе кайма хушса ҫапла каланӑ: кайӑр та тӗрӗслӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Сири ҫарне йӗрлесе Иордана ҫитиех кайнӑ, лешӗсем васкаса тарнипе ҫул тӑршшӗпех тӗрлӗ япала, тумтир таврашӗ ӳкере-ӳкере хӑварнӑ. Тӗрӗслеме янисем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн курнине патшана каласа панӑ.</verse>
				<verse number="16">Халӑх ӗнтӗ хуларан тухнӑ та Сири тапӑрне ҫаратма тытӑннӑ; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳленӗ.</verse>
				<verse number="17">Патша хӑйӗн шанчӑклӑ улпутне хула хапхине сыхлама тӑратнӑ; хапха анинче вӑл халӑх ури айне пулнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ; Турӑ ҫынни хӑй патне патша пынӑ кун мӗн каланӑ, пурте ҫавӑн пек пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="18">Турӑ ҫынни ун чухне патшана ҫапла каланӑ пулнӑ: «ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ» тенӗ;</verse>
				<verse number="19">ҫавӑн чухне ҫав улпут Турӑ ҫыннине ҫапла хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши?» тенӗ. Турӑ ҫынни ӑна: «хӑв куҫупа хӑв курӑн та, анчах ҫисе кураймӑн» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫапла пулса тухнӑ та: халӑх ӑна хапха умӗнче таптаса тӑкнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Елисей хӑй чӗртсе тӑратнӑ ача амӑшне каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗр ҫине выҫлӑх ярать, вӑл ҫичӗ ҫула пырать; ҫавӑнпа кай кунтан, кил-йышупах кай, ӑҫта пурӑнма пултаратӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Вырӑнтан тапраннӑ ҫав хӗрарӑм, Турӑ ҫынни каланӑ пек тунӑ; вӑл хӑй те, унӑн килӗ-йышӗ те куҫса кайнӑ, Филисти ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫичӗ ҫултан ҫав хӗрарӑм Филисти ҫӗрӗнчен таврӑннӑ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки ыйтма патша патне пынӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑн чухне патша Гиезийпе, Турӑ ҫыннин тарҫипе, калаҫса тӑнӑ пулнӑ, ӑна каланӑ вӑл: Елисей мӗнле-мӗнле ырӑ ӗҫсем туни ҫинчен каласа пар-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Гиезий патшана Елисей вилнӗ ачана епле чӗртни ҫинчен каласа панӑ хушӑра ҫав хӗрарӑм, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ачан амӑшӗ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки патшаран ыйтма пуҫланӑ. Гиезий каланӑ вара: патша хуҫамӑм, Елисей вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ ачан амӑшӗ ҫакӑ хӗрарӑм пулать те ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Патша вара хӗрарӑмӗнчен хӑйӗнчен ыйтнӑ, лешӗ каласа панӑ. Патша ӗнтӗ хӑйӗн пӗр ҫыннине ҫак хӗрарӑм патне янӑ: ҫак хӗрарӑмӑн мӗн пулнӑ пӗтӗмпех, кунтан пӑрахса кайнӑранпа паянччен ун ҫӗрӗнчен илнӗ пур тупӑша та, ӑна каялла тавӑрса парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Елисей Дамаска пырса ҫитнӗ. Ун чухне Венадад, Сири патши, чирлӗ пулнӑ. Патшана: кунта Турӑ ҫынни килчӗ, тесе хыпар ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="8">Патша Азаила каланӑ: аллуна парне ил те Турӑ ҫыннине хирӗҫ тух, ун урлӑ Турӑран ыйтса ҫапла кала: патша «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тесе калать те, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Азаил хӑйпе пӗрле парне илнӗ, Дамаскра мӗн лайӑххи пур ҫавна — хӗрӗх тӗве ҫӗклеме пултарнӑ таран — илнӗ, вара Турӑ ҫыннине хирӗҫ кайнӑ, каланӑ ӑна: Венадад ывӑлу, Сири патши, санран ыйтма ячӗ: «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Елисей ӑна каланӑ: кай та кала ӑна: «сывалатӑн» те, анчах Ҫӳлхуҫа уҫса пачӗ мана — вӑл вилет.</verse>
				<verse number="11">Вӑл Азаил ҫине шӑтарасла пӑхнӑ, лешӗ аванмарланса кайичченех куҫне ун ҫинчен илмен; Турӑ ҫынни вара йӗрсе янӑ.</verse>
				<verse number="12">Азаил: хуҫамӑм мӗншӗн макӑрать-ши? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: эсӗ Израиль ывӑлӗсене мӗн чухлӗ инкек кӳрессе пӗлсе тӑнӑран макӑратӑп эпӗ: эсӗ вӗсен керемӗсене ҫунтарса ярӑн, вӗсен яш-кӗрӗмне хӗҫпе вӗлерӗн, кӑкӑр ачисене ҫапса салатӑн, йывӑр арӑмӗсене касса ваклӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Азаил каланӑ: санӑн чуру — [вилӗ] йытӑ ҫеҫ, ҫав тӗрлӗ пысӑк ӗҫ мӗнле тӑваять вӑл! тенӗ. Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа эсӗ Сири патши пулассине уҫса пачӗ мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Азаил вара Елисей патӗнчен кайнӑ та хӑй патши патне ҫитнӗ. Патша ыйтнӑ унран: Елисей сана мӗн каларӗ-ха? тенӗ. Лешӗ: эсӗ сываласси ҫинчен каларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Тепӗр кунхине вӑл вителӗк илнӗ те, ӑна шывпа йӗпетсе, патша пичӗ ҫине хунӑ, патша вилнӗ вара. Ун вырӑнне патшана Азаил ларнӑ.</verse>
				<verse number="16">Иорам — Ахав ывӑлӗ, Израиль патши — пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патши Иосафат хыҫҫӑн Иудея патшине Иорам, Иосафат ывӑлӗ, ларнӑ.</verse>
				<verse number="17">Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ;</verse>
				<verse number="18">Ахав хӗрӗ унӑн арӑмӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Иудӑна Хӑйӗн Давид чурине пула ҫеҫ тӗп туман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Давида унӑн ачисем урлӑ ӗмӗрлӗх ҫутаткӑҫ пама пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иорам вӑхӑтӗнче унччен Иудӑна пӑхӑнса тӑнӑ Эдом пуҫ ҫӗкленӗ: вӗсем хӑйсен патшине суйласа лартнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вара Иорам мӗнпур ҫар урапипе Цаир хулине кайнӑ; вӗсене идумейсем хупӑрласа илнӗ; Иорампа унӑн ҫар урапийӗсен пуҫлӑхӗсем ҫӗрле тӑнӑ та идумейсене тапӑнса ҫӑлӑнса юлнӑ; Иорам халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарса саланнӑ.</verse>
				<verse number="22">Эдом паян кунчченех Иудӑна пӑхӑнмасӑр пурӑнать. Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ.</verse>
				<verse number="23">Иорамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="24">Иорам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ашшӗсемпе пӗрле Давид хулинче пытарнӑ. Вара ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Охозия, ларнӑ.</verse>
				<verse number="25">Иорам — Ахав ывӑлӗ, Израиль патши — вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Охозия, Иорам ывӑлӗ, ларнӑ.</verse>
				<verse number="26">Патшана ларнӑ чухне Охозия ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл ҫулталӑк хушши патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Гофолия, вӑл Амврийӑн, Израиль патшийӗн, хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Хӑй Ахав килӗпе тӑванлӑ пулнӑран вӑл Ахав килӗ ҫӳренӗ ҫулпах ҫӳренӗ, Ахав килӗ пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӑл Ахав ывӑлӗпе Иорампа пӗрле Сири патшине Азаила хирӗҫ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине вӑрҫӑпа кайнӑ та, Сири ҫыннисем ҫавӑнта Иорама амантнӑ.</verse>
				<verse number="29">Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра ҫапӑҫнӑ чухне суранланнине сиплес тесе, Иорам патша Изрееле таврӑннӑ. Охозия — Иорам ывӑлӗ, Иудея патши — аманнӑ Иорама, Ахав ывӑлне, курма Изрееле пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Елисей пророк пророксен ывӑлӗсенчен пӗрне хӑй патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: пилӗкне ҫых, йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ ҫакӑ савӑта ил те Галаадри Рамоф хулине кай;</verse>
				<verse number="2">унта ҫитсессӗн Ииуя — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлне — шыраса туп, пыр ун патне, вара ӑна пиччӗшӗ-шӑллӗ хушшинчен илсе тух та шалти пулӗме ҫавӑтса кӗр;</verse>
				<verse number="3">савӑтна тыт та йывӑҫ ҫӑвне ун пуҫӗ ҫине юхтар, вара ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сана Израиль патши пулма ҫу сӗретӗп» те. Кайран алӑка уҫ та тухса чуп, кӗтсе ан тӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара ҫав ача, пророк тарҫи, Галаадри Рамоф хулине тухса кайнӑ,</verse>
				<verse number="5">ҫитмелли ҫӗре ҫитнӗ. Акӑ ҫарпуҫсем пухӑнса ларнӑ. Вара яш ача: ҫарпуҫ, манӑн сана каламалли сӑмах пур, тенӗ. Ииуй ыйтнӑ: кунта ларакансенчен хӑшне калас сӑмах пур? Лешӗ каланӑ: сана, ҫарпуҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ииуй тӑнӑ та пӳрте кӗнӗ. Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп,</verse>
				<verse number="7">эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп,</verse>
				<verse number="8">Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп,</verse>
				<verse number="9">Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп;</verse>
				<verse number="10">Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ. Ҫапла каласа, яш ача алӑка уҫнӑ та тухса чупнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ииуй ӗнтӗ хуҫи тарҫисем патне тухнӑ; лешӗсем унран ыйтнӑ: ырӑпах-и? Ку тилӗрчӗк ҫын сан патна мӗн тума килнӗ? тенӗ. Ииуй вӗсене каланӑ: эсир вӑл ҫынна та, вӑл мӗн каланине те пӗлетӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Лешӗсем хирӗҫленӗ: тӗрӗс мар, кала пире, тенӗ. Вара вӑл каланӑ: вӑл мана ҫапла-ҫапла терӗ, унтан акӑ мӗн каларӗ: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе яратӑп» тет, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара вӗсем хыпкаланса ӳкнӗ, кашниех, хӑй тумне хывса, ӑна ура пусмалли ҫӗре сарса панӑ, Ииуй патшана ларнӑ! тесе трупа кӑшкӑртнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ӗнтӗ Ииуй — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлӗ — Иорама хирӗҫ ҫӗкленнӗ; Иорам ҫав вӑхӑтра мӗнпур Израиль ҫыннисемпе пӗрле Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшинчен Азаилран хӳтӗлеме кайнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Анчах Иорам патшан хӑйӗн каялла Изрееле таврӑнма тивнӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн Азаилпа, Сири патшипе, ҫапӑҫнӑ чухне суранланнине сиплемелле пулнӑ. Ииуй хӑй ҫыннисене каланӑ вара: эсир манпа килӗшетӗр пулсассӑн, Изрееле хыпар ан ҫиттӗр, ҫавӑнпа хуларан никам та ан тухнӑ пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ииуй ҫар урапи ҫине ларнӑ та Изрееле тухса кайнӑ; [Израиль патши] Иорам шӑпах ҫавӑнта пулнӑ, [вӑйлӑ та хӑватлӑ Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра ҫапӑҫнӑ чухне аманса пӗтнӗскер, вӑл ҫавӑнта хӑйӗн суранӗсене сипленӗ,] Иудея патши Охозия вара унта Иорама курма пынӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Изреельте, пашне ҫинче, хуралҫӑ тӑнӑ, вӑл Ииуй эшкерӗ килнине асӑрханӑ та: эпӗ ҫар эшкерӗ куратӑп, тенӗ. Вара Иорам ҫапла каланӑ: вӗсене хирӗҫ юланутҫӑ яр, ыйттӑр вӑл: ырӑпах-и? тетӗр.</verse>
				<verse number="18">Юланутҫӑ хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: патша ҫапла ыйтать: ырӑпах-и? тет, тенӗ. Ииуй каланӑ: сана ырри мӗн тума кирлӗ? Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ. Хуралҫӑ ӗнтӗ Иорама пӗлтернӗ: юланутҫӑ вӗсем патне ҫитрӗ, анчах каялла килмест-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара тепӗр юланутҫӑна янӑ, вӑл вӗсем патне ҫитнӗ те каланӑ: патша ҫапла ыйтать: ырӑпах-и? тет, тенӗ. Ииуй каланӑ: сана ырри мӗн тума кирлӗ? Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Хуралҫӑ ӗнтӗ Иорама пӗлтернӗ: вӗсем патне ҫитрӗ, каялла килмест-ха. Унта ҫар урапипе пӗр ҫын килет-ха, Намесси ывӑлӗ Ииуй пек туйӑнать, ҫавӑ ҫапла виркӗнсе ҫӳрекенччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Иорам вара: лаша кӳл, тенӗ. Ӑна ҫар урапи кӳлсе панӑ. Ӗнтӗ Израиль патши Иорам тата Иудея патши Охозия кашни хӑйӗн урапипе хирӗҫ тухнӑ. Ииуя вӗсем Изреель ҫыннин Навуфейӗн хирӗнче тӗл пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ииуя курсассӑн, Иорам каланӑ: ырӑпах-и эсӗ, Ииуй? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: Иезавель, хӑвӑн аннӳ, асса-тӗссе те вӗрӳ-суру чӗлхипе аппаланса пурӑннӑ чухне мӗн ырри пултӑр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иорам вара каялла ҫаврӑннӑ та Охозияна: Охозия, пире сутрӗҫ! тесе кӑшкӑрса чупнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ииуй ӗнтӗ уххине карӑнтарнӑ, ухӑ ҫӗмренӗ Иорама хул калакӗ хушшинчен лексе чӗри витӗрех тухнӑ, вара вӑл урапи ҫинчех вилсе выртнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ииуй хӑйӗн лавҫине, Бидекара, каланӑ: виллине илсе тух та Изреель ҫыннин Навуфейӑн хирне кайса пӑрах; аса ил-ха: эпир иксӗмӗр ун ашшӗ Ахав хыҫҫӑн пынӑ чухне Ҫӳлхуҫа ҫапла пулса тухасса малтанах каласа хучӗ:</verse>
				<verse number="26">«ӗнер Эпӗ Навуфей юнне тата ун ывӑлӗсен юнне куртӑм; Ахав, Эпӗ сана ҫак уйрах тавӑратӑп. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ку» терӗ. Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе, хире кайса пӑрах ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Охозия, Иудея патши, мӗн пулса иртнине курсассӑн, йывӑҫ пахчинчи ҫурт еннелле чупнӑ. Ииуй ӑна хыҫран хӑваланӑ: ӑна урапи ҫинчех вӗлерӗр! тенӗ. Ӑна вара Ивлеам ҫывӑхинчи Гур патне хӑпарнӑ чухне урапи ҫинчех амантнӑ. Охозия ӗнтӗ Мегиддон хулине тарса ӳкнӗ, ҫавӑнтах вилнӗ.</verse>
				<verse number="28">Чурисем ӑна Иерусалима турттарса кайнӑ, ӑна Давид хулинче, хӑйӗн тупӑклӑхне, ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.</verse>
				<verse number="29">Охозия вӑл Ахав ывӑлӗ Иорам вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патши пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ииуй вара Изреель хулине ҫитсе кӗнӗ. Иезавель, ку хыпара илтсессӗн, питне хӗретсе, ҫӳҫне-пуҫне капӑрлатса чӳречерен пӑхса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="31">Ииуй хапхаран кӗрсессӗн, Иезавель кӑшкӑрса каланӑ: Замврие, хӑй патшине вӗлерекене, тӑнӑҫлӑх кирлӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Ииуй пуҫне чӳрече еннелле ҫӗкленӗ те каланӑ: кам, кам ман майлӑ? тенӗ. Икӗ-виҫӗ хайран пуҫне чӳречерен кӑларса пӑхнӑ.</verse>
				<verse number="33">Ииуй вара вӗсене: кӑларса ывӑтӑр ӑна, тенӗ. Иезавеле кӑларса ывӑтнӑ. Унӑн юнӗ пӳрт ҫине, лашасем ҫине сирпӗннӗ, ӑна лашасем таптаса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="34">Ииуй хулана таврӑннӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан каланӑ: шыраса тупӑр ҫав ылханлӑ хӗрарӑма, пытарӑр ӑна — патша хӗрӗ вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Иезавеле пытарма тесе пынӑ, анчах пуҫ купташкисӗр, алӑ шӑммисемсӗр, ура шӑммисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те тупайман.</verse>
				<verse number="36">Каялла таврӑннисем Ииуя каласа панӑ. Вӑл вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫапла пулнӑ, Вӑл ӑна Хӑйӗн чури, Фесва ҫынни Илия урлӑ, пӗлтернӗ: Иезавель ӳтне Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ,</verse>
				<verse number="37">Иезавель вилли Изреель уйӗнче тислӗк пек выртса юлӗ; никам та: ку — Иезавель тесе каламӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Ахавӑн Самарире ҫитмӗл ывӑл пулнӑ. Ииуй вара Самарие Изреель пуҫлӑхӗсем патне, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем патне ҫырусем янӑ, ҫырӑвӗсенче ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">сирӗн пата ҫакӑ ҫыру ҫитсессӗн, хӑвӑр патӑрта патша ывӑлӗсем пуррине, сирӗн аллӑрта ҫар ураписем те, лашасем те, ҫирӗплетнӗ хула та, кӑрал та пуррине шута илсе,</verse>
				<verse number="3">патшӑр ывӑлӗсенчен чи лайӑххине, чи тивӗҫлине суйласа илӗр те ӑна ашшӗ вырӑнне патшана лартӑр, вара патшӑр килӗшӗн кӗрешӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Лешӗсем шутсӑр хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ӑна икӗ патша та хирӗҫ тӑма пултарайман, пирӗн епле хирӗҫ тӑмалла-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара патша килӗн пуҫлӑхӗ, хула пуҫлӑхӗ, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем Ииуй патне ҫапла калама ҫын янӑ: эпир — санӑн чурусем, пире мӗн калатӑн — ҫапла тӑватпӑр; эпир никама та патшана лартмастпӑр, мӗн тӑвас тетӗн, ҫапла ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара вӑл вӗсем патне иккӗмӗш хут ҫыру ҫырса янӑ, ҫапла ҫырнӑ: эсир чӑнласах та манӑн пулсассӑн, ман сӑмаха итлетӗр пулсассӑн, патшӑр ывӑлӗсен пуҫӗсене илӗр те ыран ҫак вӑхӑтра ман патӑма, Изрееле, ҫитӗр, тенӗ. [Патша ывӑлӗсем ҫитмӗл ҫын пулнӑ; вӗсене хулари чи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пӑхса ҫитӗнтернӗ.]</verse>
				<verse number="7">Хӑйсем патне ҫыру ҫитсессӗн, вӗсем патша ывӑлӗсене ярса тытнӑ та ҫитмӗлӗшне те чиксе пӑрахнӑ, вӗсен пуҫӗсене пураксене хунӑ та Ииуй патне Изрееле ӑсатнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ятарлӑ ҫын ҫитнӗ, хӑй ҫитнине пӗлтерсе: патша ывӑлӗсен пуҫӗсене илсе килтӗмӗр, тенӗ. Ииуй каланӑ: вӑл пуҫсене хапхаран кӗмелли ҫӗре ыран ирччен икӗ купа туса хурӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ирхине ирех тухнӑ та вӑл, халӑх умне тӑрса, ҫапла каланӑ: эсир айӑплӑ мар. Акӑ эпӗ хамӑн патшана хирӗҫ тӑтӑм та ӑна вӗлертӗм, кусене вара, ҫак пӗтӗм ҫынна, кам вӗлернӗ?</verse>
				<verse number="10">Халь пӗлӗр ӗнтӗ: Ахав йӑхӗ пирки Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те ҫӗре ӳкмест; Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Илия чури урлӑ каланине турӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ииуй Изреельте Ахав килӗ-йышӗнчен чӗрӗ юлнисене тата унӑн мӗнпур чаплӑ ҫыннине, унӑн ҫывӑх ҫыннисене, унӑн священникӗсене пӗтӗмпех вӗлерсе тухнӑ, Ахав ҫыннисенчен ӗнтӗ пӗри те сыхланса юлман.</verse>
				<verse number="12">Ииуй тапранса тухнӑ та Самарие ҫитнӗ. Ҫул ҫинче, кӗтӳҫсен хули Беф-Екед ҫывӑхӗнче,</verse>
				<verse number="13">Охозиян, Иудея патшин, тӑванӗсене тӗл пулнӑ та: камсем эсир? тенӗ. Лешӗсем: эпир — Охозия тӑванӗсем, патша ывӑлӗсен тата патша амӑшӗн ывӑлӗсен сывлӑхӗ мӗнлине пӗлме каятпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ииуй: кусене чӗрӗллех ярса илӗр, тенӗ. Вӗсене, хӗрӗх икӗ ҫынна, чӗрӗллех ярса тытнӑ та Беф-Екедри ҫӑл патӗнче чиксе пӑрахнӑ; вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлайман.</verse>
				<verse number="15">Вӑл унтан кайнӑ, хӑйне хирӗҫ килекен Ионадава, Рихав ывӑлне, тӗл пулнӑ та ӑна саламласа каланӑ: санӑн чуну мана эпӗ санӑн чунна кӑмӑлланӑ пекех кӑмӑллать-и? тенӗ. Ионадав: ҫапла, тенӗ. Ииуй каланӑ: апла пулсассӑн аллуна пар, тенӗ. Лешӗ алӑ панӑ, Ииуй вара ӑна хӑй урапи ҫине туртса хӑпартнӑ та</verse>
				<verse number="16">каланӑ: пыр манпа пӗрле, эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн мӗнлерех хыпса ҫуннине кур, тенӗ. Вара Ионадав урапа ҫине ларнӑ.</verse>
				<verse number="17">Самарие ҫитсессӗн, Ииуй унта Ахав кил-йышӗнчен чӗрӗ тӑрса юлнисене пӗтӗмпех вӗлернӗ, ҫапла вара, Ҫӳлхуҫа Илия урлӑ каланӑ пек, Ахав килне тӗп тумаллипех тӗп тунӑ.</verse>
				<verse number="18">Ииуй мӗнпур халӑха пухнӑ та каланӑ: Ахав Ваала сахал пуҫҫапнӑ, Ииуй вара Ваала ытларах пуҫҫапӗ.</verse>
				<verse number="19">Ваалӑн мӗнпур пророкне, ӑна пуҫҫапакан мӗнпур ҫынна, ӑна чӳк тӑваканӗсене пӗтӗмпех ман патӑма чӗнӗр; пӗри те килмесӗр тӑрса ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ваала питӗ пысӑк парне кӳрӗп. Кам та пулин килмесессӗн, вӑл чӗрӗ тӑрса юлаймӗ, тенӗ. Ииуй ҫакна чее шухӑшпа, Ваал апӑсӗсене вӗлерес шутпа тунӑ.</verse>
				<verse number="20">Ииуй каланӑ: Ваал ячӗпе уяв пухӑвӗ ирттерӗр, тенӗ. Вара пуху ирттерме палӑртса хунӑ.</verse>
				<verse number="21">Ииуй пӗтӗм Израиле пӗлтерсе тухма йыхравҫӑсем янӑ, Ваал апӑсӗсем пурте пуҫтарӑннӑ; килмесӗр юлни пӗр ҫын та пулман; пухӑннисем Ваал ҫуртне кӗнӗ, Ваал ҫуртне лӑках халӑх тулса ларнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ииуй тумтир управҫине каланӑ: Ваал апӑсӗсем валли тумтир илсе кил, тенӗ. Лешӗ тумтир илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="23">Ииуй вара Ионадавпа, Рихав ывӑлӗпе, Ваал ҫуртне кӗнӗ те Ваал апӑсӗсене каланӑ: лайӑх, тимлӗ пӑхса ҫаврӑнӑр-ха, сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, пуҫҫапакансенчен кам та пулин ҫук-и — кунта Ваала ӗненекенсем ҫеҫ пулма тивӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара чӳк тума, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме пикеннӗ. Ииуй ӗнтӗ ҫурт тавра ҫитмӗл ҫын тӑратса тухнӑ та каланӑ: ҫак ҫынсенчен пӗри те ан хӑтӑлайтӑр; эсир хӑшӗ те пулин пӗрне-пӗрне алӑран вӗҫертсессӗн, унӑн чунӗ ҫав ҫӑлӑннӑ ҫыннӑн чунӗ вырӑнне пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрсессӗн, Ииуй хӑвӑрт ҫӳрекенсене тата пуҫлӑхсене каланӑ: кӗрӗр те вӗлерсе тухӑр, пӗри те ан хӑтӑлайтӑр, тенӗ. Хӑвӑрт ҫӳрекенсемпе пуҫлӑхсем вара вӗсене хӗҫпе чике-чике вӗлернӗ, виллисене пӑрахса хӑварса хулана Ваал ҫуртне кайнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем Ваал ҫуртӗнчен суя турӑсен кӗлеткисене йӑтса тухнӑ та ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="27">Ваал кӗлеткине ҫапса салатнӑ, Ваал ҫуртне тӗппипе аркатнӑ, ҫав тӗлте тула тухмалли вырӑн туса хунӑ, паян кунчченех ҫапла.</verse>
				<verse number="28">Ииуй ҫапла Израиль ҫӗрӗнче Ваала пуҫҫапнине пӗтӗмпех пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="29">Анчах Ииуй та Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман — Вефильри тата Данри ылтӑн пӑрусенчен ютшӑнман.</verse>
				<verse number="30">Вара Ҫӳлхуҫа Ииуя каланӑ: Ман умӑмри тӳрӗ ӗҫе хаваспах пурнӑҫланӑшӑн, Манӑн чӗрем ыйтнине тивӗҫтерсе Ахав йӑхне пӗтернӗшӗн сан ывӑлусенӗн тӑватӑ сыпӑкӗ Израиль патшинче ларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Анчах Ииуй ӗнтӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн саккунӗсене чунтан пӑхӑнса пурӑнма тӑрӑшман. Вӑл Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам ҫылӑхӗсенчен пӑрӑнман.</verse>
				<verse number="32">Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Израиль ҫыннисен ҫӗрне касса илме тытӑннӑ. Азаил вӗсене пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнче аркатнӑ, вӑл ӗнтӗ Иорданран тухӑҫалла выртакан ҫӗре — пӗтӗм Галаад ҫӗрне, Гад, Рувим, Манассия йӑхӗсен ҫӗрӗсене — туртса илнӗ, Арнон шывӗ хӗрринчи Ароертан пуҫласа Галаадпа Васан таранах туртса илнӗ.</verse>
				<verse number="33"></verse>
				<verse number="34">Ииуйӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="35">Ииуй ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана Иоахаз, унӑн ывӑлӗ, ларнӑ.</verse>
				<verse number="36">Ииуй Израиль патшинче, Самарире, ҫирӗм сакӑр ҫул ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Гофолия, Охозия амӑшӗ, ывӑлӗ вилнине курсассӑн, патша йӑхне пӗтӗмпех тӗп туса тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Анчах та Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Охозиян пӗртӑванӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне хӑйӗн ҫывӑрмалли пулӗмне илсе кӗрсе пытарнӑ; Иоаса ҫапла Гофолияран сыхласа хӑварнӑ, ҫавӑнпа вӑл чӗрӗ юлнӑ.</verse>
				<verse number="3">Гофолия патшара ларнӑ вӑхатра Иоаспа ӑна пӑхакан хӗрарӑм ултӑ ҫул хушши Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пытанса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫиччӗмӗш ҫулхине Иодай ҫӗрпӳсене, патша сыхлавҫисене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене хӑй патне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе кайнӑ, вӗсемпе килӗшӳ тунӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупа тутарнӑ, вӗсене патша ывӑлне кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл вӗсене ҫапла хушнӑ: сирӗн акӑ мӗн тумалла пулать: сирӗнтен, шӑматкун килекеннисенчен, виҫҫӗмӗш пайӗ патша ҫуртне хураллать;</verse>
				<verse number="6">тепӗр виҫҫӗмӗш пайӗ — Сур хапхи патӗнче, тата виҫҫӗмӗш пайӗ хапха умӗнчи патша сыхлавҫисен хыҫӗнче пулать: патша ҫуртӗнче те хуралҫӑсем пулччӑр, эсир хатӗр тӑрӑр;</verse>
				<verse number="7">сирӗнтен, шӑматкун каяканнисенчен, икӗ пайӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче патшана хураллать;</verse>
				<verse number="8">кашнийӗ алла кӑрал тытса патша йӗри-тавра тӑрса тухӑр; кам та кам сирӗн йыша ҫулӑхать — ҫавӑ вилме тивӗҫ. Патша тухнӑ чухне те, вӑл кӗнӗ чухне те ялан ун ҫумӗнче пулӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫӗрпӳсем пӗтӗмпех Иодай священник хушнӑ пек тунӑ, вӗсем кашнийӗ хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле — шӑматкун килекенсемпе тата шӑматкун каякансемпе — Иодай священник патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иодай священник ӗнтӗ ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="11">Хӑвӑрт ҫӳрекенсем, кашнийӗ алла кӑрал тытса, Турӑ Ҫурчӗн сылтӑм енчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн сулахай енне ҫити, ҫавӑн пекех парне кӳмелли вырӑн умне те, Ҫурт умне те, патша тавра та тӑрса тухнӑ.</verse>
				<verse number="12">Иодай ӗнтӗ патша ывӑлне илсе тухнӑ, ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ, патша туйине тыттарнӑ, вара ӑна патшана лартса пуҫне ҫу сӗрнӗ, пурте алӑ ҫупнӑ, сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="13">Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, халӑх патне, пынӑ,</verse>
				<verse number="14">курнӑ вара: ҫӳллӗ вырӑнта, яланхи йӑлапа, патша тӑрать, патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ. Гофолия ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ та: кавар! кавар! тесе кӑшкӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="15">Иодай священник вара ҫӗрпӳсене, ҫарпуҫсене, ҫапла хушса каланӑ: ӑна кунтан илсе тухӑр, кам ун майлӑ пулать, ӑна хӗҫпе касса вӗлерӗр, тенӗ. Священник Гофолияна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче вӗлерттересшӗн пулман.</verse>
				<verse number="16">Гофолияна урама тухма ҫул уҫса панӑ, вӑл лаша хапхи витӗр тухса патша керменӗ патне ҫитнӗ, ӑна ӗнтӗ ҫавӑнта вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="17">Иодай вара Ҫӳлхуҫапа патша хушшинче, халӑх хушшинче халал хывнӑ — ку ӗнтӗ халӑх Ҫӳлхуҫа патне таврӑннине пӗлтернӗ; патшапа халӑх хушшинче те халал хывнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Ваал ҫуртне кайнӑ, унӑн чӳк вырӑнӗсене аркатнӑ, унӑн кӗлеткисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Матфана та, Ваал апӑсне, чӳк парнийӗн вырӑнӗ умӗнчех вӗлернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хураллама ҫынсем тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл ӗнтӗ ҫӗрпӳсемпе, патша сыхлавҫисемпе, хӑвӑрт ҫӳрекенсемпе, пӗтӗм халӑхпа пӗрле патшана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен патша керменне ӑсатнӑ, сыхлавҫӑсен хапхинчен тухса патша керменнех ҫитернӗ; Иоас вара патша пуканӗ ҫине ларнӑ.</verse>
				<verse number="20">Пӗтӗм халӑх хӗпӗртесе савӑннӑ, хула та лӑпланнӑ; Гофолияна патша керменӗнче хӗҫпе чиксе вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="21">Патшана ларнӑ чухне Иоас ҫиччӗре пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Иоас вӑл Ииуй ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Иерусалимра вӑл хӗрӗх ҫул хушши патша пулнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Цивья, вӑл Вирсавия хулинчен пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иодай священник вӗрентсе тӑнӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене яланах Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="3">анчах та халӑха чӳк вырӑнӗсене пуҫҫапма чарман; халӑх ҫаплах тӳпем вырӑнсенче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="4">Иоас священниксене каланӑ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртне халалланӑ мӗнпур кӗмӗле, унта ҫӳрекенсем панӑ кӗмӗле, кашни чуншӑн хак туса хывӑнакан кӗмӗле тата харпӑр хӑй кӑмӑлӗпе паракан кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе килӗр,</verse>
				<verse number="5">священниксем хӑйсен палла-тӑранӗнчен те кӗмӗл илччӗр, вара Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене, ӑҫта ваннӑ-ҫӗмӗрӗлнӗ — ҫавна пӗтӗмпех юсаччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Иоас ӗнтӗ ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ, священниксем ҫаплах Турӑ Ҫуртне юсаса пӗтереймен-ха,</verse>
				<verse number="7">вара Иоас патша Иодай священника тата ытти священниксене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эсир Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене мӗншӗн юсамастӑр? Малашне эсир хӑвӑрӑн палла-тӑран кӳрекен кӗмӗле хӑвӑр валли ан илӗр, ӑна Ҫурта юсама парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара священниксем Ҫурт юсас ӗҫ валли халӑхран кӗмӗл илмелле мар тесе сӑмах татнӑ.</verse>
				<verse number="9">Иодай священник пӗр сунтӑх илнӗ, унӑн ҫӳл енне шӑтӑк тунӑ, вара ӑна парне кӳмелли вырӑн ҫумне, сылтӑм енне, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗрсе тухмалли алӑк енне, лартнӑ. Алӑк умӗнче хуралта тӑракан священниксем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ мӗнпур кӗмӗле унта ярса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Сунтӑхра кӗмӗл чылаях пуҫтарӑнсассӑн, ӑна патша ҫыруҫипе аслӑ священник уҫса илнӗ, шутласа тухса, хутаҫсене чиксе ҫыхса хунӑ, ҫапла Ҫӳлхуҫа Ҫуртне панӑ пӗтӗм кӗмӗле шута илсе тӑнӑ;</verse>
				<verse number="11">шута илнӗ кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсама уйӑрса лартнӑ ҫынсене, ӗҫ тӑвакансене панӑ, лешӗсем вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсакан ӗҫлевҫӗсене, пуртӑ-сава ӑстисене ӗҫшӗн тӳлесе тӑнӑ,</verse>
				<verse number="12">ҫавӑн пекех чул касакансемпе кирпӗч купалакансене те тӳленӗ, йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянма, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи юхӑннӑ вырӑнсене сиплеме, Ҫурта тытса тӑма та панӑ.</verse>
				<verse number="13">Анчах Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗлтен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли савӑт-сапа, ҫӗҫӗ, сирпӗтмелли куркасем, трупасем, ытти ылтӑн-кӗмӗл савӑт-сапа туса хатӗрлемен,</verse>
				<verse number="14">кӗмӗле ӗҫ тӑвакансене парса тӑнӑ, унпа Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсанӑ, тирпей-илем кӳртнӗ.</verse>
				<verse number="15">Ӗҫлеттерекеннисем кӗмӗле мӗн чухлӗ тӑккаланине тӗрӗслемен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа, тӗрӗс ӗҫлесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Айӑпшӑн кӳрекен кӗмӗлпе ҫылӑхшӑн кӳрекен кӗмӗле вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсас ӗҫе яман: вӑл священниксен шутланнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне Сири патши Азаил ҫар пуҫтарса тухнӑ, вӑрҫӑпа Гефа кайнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ; Азаил ӗнтӗ Иерусалима кайма шут тытнӑ.</verse>
				<verse number="18">Анчах та Иудея патши Иоас хӑйӗн ашшӗсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турӑ Ҫуртне кӳнӗ парнесене, ҫавӑн пекех хӑй кӳнӗ парнесене те, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑна илнӗ те ҫакна пӗтӗмпе Сири патши Азаил патне ӑсатнӑ; вара Азаил Иерусалима тапӑнман.</verse>
				<verse number="19">Иоасӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Унӑн тарҫисем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ, вара вӗсем Иоаса Силла еннелле каякан ҫул ҫинче, Милло ҫуртӗнче, вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="21">Ӑна хӑйӗн тарҫисем — Шимеата ывӑлӗ Иозакар тата Шомера ывӑлӗ Иегозавад — вӗлернӗ; вӑл вилнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Амасия, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Иоас — Охозия ывӑлӗ, Иудея патши — ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоахаз, Ииуй ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунҫичӗ ҫул патша пулнӑ,</verse>
				<verse number="2">вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, вӗсенчен пӑрӑнман.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израиле ҫилленсе ҫитнӗ те Вӑл вӗсене нумайлӑха Сири патшийӗн Азаилӑн аллине тата Азаил ывӑлӗн Венададӑн аллине панӑ.</verse>
				<verse number="4">Иоахаз вара Ҫӳлхуҫана пуҫҫапса кӗлтунӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна илтнӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Израиль халӑхӗ мӗнле асапланнине, ӑна Сири патши мӗнле хӗсӗрленине курнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Израиль ҫыннисене ҫӑлакан тупса панӑ, вара вӗсем Сири ҫыннисен аллинчен хӑтӑлса тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен чатӑрӗсенче ӗнерхипе виҫӗмкунхи пекех пурӑнма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="6">Анчах та Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам килӗн ҫылӑхӗсенчен хӑпайман; ҫылӑхсемпех ҫырлахса пурӑннӑ, Самарире вара чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Иоахазӑн пӗтӗмпе те аллӑ юланут, вунӑ ҫар урапи тата вунӑ пин ҫуран ҫар ҫынни ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ыттине пӗтӗмпех Сири патши пӗтернӗ, вӗсене ӗнтӗ ура айӗнчи мӑшкӑл тусанӗ туса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="8">Иоахазӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="9">Иоахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иоас, ларнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иоас — Иудея патши — вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунултӑ ҫул патша пулнӑ,</verse>
				<verse number="11">вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, ҫавсемпех чӑлханса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Иоасӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл Иудея патшипе Амасияпа епле ҫапӑҫнине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="13">Иоас ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне Иеровоам патшана ларнӑ. Иоаса Самарире Израиль патшисемпе юнашар пытарнӑ.</verse>
				<verse number="14">Елисей чирлесе ӳкнӗ те кайран ҫак чире пулах вилнӗ. Ун патне Израиль патши Иоас пынӑ, вӑл: ах, аттеҫӗм! аттеҫӗм! Израилӗн ҫар урапийӗ, унӑн утлӑ ҫарӗ! тесе йӗнӗ.</verse>
				<verse number="15">Елисей ӑна: ухӑпа ҫӗмрен ил-ха, тенӗ. Иоас ухӑпа ҫӗмрен илнӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл Израиль патшине каланӑ: аллуна ухӑ ҫине хур. Лешӗ аллине ухӑ ҫине хунӑ. Елисей вара хӑйӗн аллине патша алли ҫине хунӑ,</verse>
				<verse number="17">унтан ҫапла каланӑ: тухӑҫ енчи кантӑка уҫ, тенӗ. Лешӗ уҫнӑ. Елисей: пер, тенӗ. Лешӗ уххипе пенӗ. Елисей каланӑ: ку вӑл — Ҫӳлхуҫа хӑтаракан ҫӗмрен, Сири ҫӗрӗнчен хӑтаракан ҫӗмрен, эсӗ Сири ҫарне Афек хули ҫывӑхӗнче тӗппипе аркатса тӑкӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Унтан [Елисей] каланӑ: ҫӗмренсем ил, тенӗ. Лешӗ илнӗ. Вара Израиль патшине каланӑ: ҫӗре ҫап, тенӗ. Патша виҫӗ хутчен ҫапнӑ та чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="19">Турӑ ҫынни тарӑхса кайса каланӑ: санӑн пиллӗк е улттӑ ҫапмаллаччӗ, вара Сири ҫыннисене тӗппипе аркататтӑн, халӗ ӗнтӗ вӗсене виҫӗ хут ҫеҫ ҫӗнтеретӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Елисей ӗнтӗ вилнӗ, ӑна пытарнӑ. Тепӗр ҫулхине ку ҫӗр ҫине моавсен эшкерӗ тапӑнса килнӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн чухне пӗр ҫынна пытарнӑ пулнӑ; ҫар эшкерӗ тапӑнса килнине курсассӑн, пытаракансем вилене Елисей тупӑклӑхне пӑрахнӑ, ӳкнӗ чухне виле Елисей шӑммине пырса ҫапӑннӑ та, вара вилнӗ ҫын чӗрӗлнӗ, ура ҫине тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Азаил, Сири патши, Израиль халӑхне мӗн Иоахаз виличченех хӗсӗрлесе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="23">Анчах та Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ, вӗсене каҫарнӑ, Хӑй Авраампа, Исаакпа, Иаковпа хывнӑ халалӗшӗн вӗсем енне ҫаврӑннӑ, вӗсене тӗппипех пӗтересшӗн пулман, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирмен.</verse>
				<verse number="24">Ӗнтӗ Сири патши Азаил вилнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Венадад, ларнӑ.</verse>
				<verse number="25">Азаил вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Иоахазран, Иоас ашшӗнчен, темиҫе хула туртса илнӗ пулнӑ; Иоас ӗнтӗ ҫав хуласене Венададран, Азаил ывӑлӗнчен, пӗтӗмпех каялла туртса илнӗ. Ӑна Иоас виҫӗ хутчен ҫапса ҫӗмӗрнӗ, Израиль хулисене каялла тавӑрнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Иоас — Иоахаз ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Амасия, Иоас ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ:</verse>
				<verse number="2">патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Иегоаддань, вӑл Иерусалимран пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ, анчах вӗсене хӑйӗн Давид ашшӗ пекех тӑвайман: пурне те Иоас пек, хӑйӗн ашшӗ пек, туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк тӑвас йӑлана пӑрахӑҫламан: халӑх ҫав-ҫавах чӳк парнисем кӳнӗ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="5">Хӑй аллинче патшалӑх ҫирӗпленсе ҫитсессӗн, вӑл патшана, хӑйӗн ашшӗне, вӗлернӗ тарҫӑсене вӗлерттернӗ.</verse>
				<verse number="6">Анчах вӑл ҫынвӗлеренсен ачисене тивмен, мӗншӗн тесессӗн Моисей саккунӗн кӗнекинче, Ҫӳлхуҫа халалӗнче, ҫапла каланӑ: «ачисемшӗн ашшӗсене хаса пама юрамасть, ашшӗсемшӗн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн ҫеҫ вилӗме тивӗҫлӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Амасия Тӑвар айлӑмӗнче идумейсен вунӑ пин ҫыннине аркатса тӑкнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Села хулине туртса илнӗ, ӑна Иокфеил тесе ят панӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫапла сыхланса юлнӑ.</verse>
				<verse number="8">Амасия ҫавӑн чухне Израиль патши Иоас патне — Ииуй ывӑлӗн Иоахазӑн ывӑлӗ патне — хӑйӗн элчисене янӑ та: куҫа-куҫӑн курса калаҫма тух, тесе калама хушнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне ҫын ярса ҫапла калама хушнӑ: Ливанра ӳсекен кӳкен тӗмӗ Ливанрах ӳсекен кедр йывӑҫӗ патне: «хӑв хӗрне ман ывӑла качча пар» тесе калама янӑ. Анчах та Ливанри тискер чӗрчунсемех килсе тухнӑ та ҫав кӳкене таптаса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ идумейсене ҫапса салатрӑн та чӗрӳ мӑнаҫлансах кайрӗ. Мухтанма мухтан та — килӳнтех лар. Хӑв валли хӑв инкек ан шыра. Хӑв та пӗтетӗн, санпа пӗрле Иуда та пӗтет, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Анчах та Амасия итлемен. Ӗнтӗ Израиль патши Иоас тапранса тухнӑ, вара вӗсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейӑри Вефсамис хули ҫывӑхӗнче куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Израиль ҫыннисем иудейсене ҫапса салатнӑ, лешӗсем хӑйсен чатӑрӗсене тара-тара кӗнӗ.</verse>
				<verse number="13">Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Охозия ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ, унтан вӑл Иерусалима тапӑнса кӗнӗ, Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑн-кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Иоасӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл Иудея патшипе Амасияпа епле ҫапӑҫнине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="16">Иоас ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире Израиль патшисем ҫумне пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иеровоам, ларнӑ.</verse>
				<verse number="17">Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — Израиль патши Иоахаз ывӑлӗ Иоас вилнӗ хыҫҫӑн тата вунпилӗк ҫул пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="18">Амасиян ытти ӗҫӗсене Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="19">Иерусалимра ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, вӑл Лахис хулине тарса кайнӑ. Хыҫранах Лахиса ятарлӑ ҫынсем янӑ та ӑна унтах вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑнтан ӑна лашасемпе турттарса килнӗ, ӑна Иерусалимра, Давид хулинче, ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.</verse>
				<verse number="21">Пӗтӗм Иудея халӑхӗ вара вунултӑ ҫула ҫитнӗ Азарияна ашшӗ вырӑнне, Амасия вырӑнне, патшана лартнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл Елаф хулине юсаса ҫӗнетнӗ, Амасия хӑйӗн канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫав хулана Иудӑна тавӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="23">Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — вунпиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл хӗрӗх пӗр ҫул хушши патша пулнӑ,</verse>
				<verse number="24">вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.</verse>
				<verse number="25">Вӑл Израиль ҫӗрне унчченхи чикки таран — Емафа кӗмелли вырӑнтан пуҫласа пушхирти тинӗсе ҫитичченех — каялла тавӑрнӑ; ҫакӑ пӗтӗмпе Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Хӑйӗн чурине Ионӑна — Амафия ывӑлне, Гафхефер пророкне — каланӑ пек пулса тухнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа Израильре пурте — чурасем те, ирӗклӗ ҫынсем те — пысӑк асап тӳснине курнӑ; Израиле пулӑшакан никам та пулман.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа Израиль ятне ҫутӑ тӗнчерен ҫухатасшӑн пулман, вара Вӑл вӗсене Иеровоамӑн, Иоас ывӑлӗн, алли урлӑ хӑтарса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="28">Иеровоамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле ҫапӑҫнине, Иуда аллинче пулнӑ Дамаскпа Емафа Израиле тавӑрса панине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="29">Иеровоам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе, Израиль патшисемпе, пӗрлешнӗ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Захария, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ;</verse>
				<verse number="2">патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Иехолия, вӑл Иерусалимран пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнчи тивӗҫӗсене пурне те хӑйӗн ашшӗ пек, Амасия пек, туса пынӑ.</verse>
				<verse number="4">Анчах тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан: халӑх ҫав-ҫавах чӳк парнисем парса тӑнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа патшана Ҫӳлхуҫа тилҫе чирӗ ертнӗ, вара вӑл мӗн виличченех ҫав чирпе асапланнӑ, пурӑнма та уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ. Иофам, патша ывӑлӗ, кермен пуҫлӑхӗ пулнӑ, ҫӗршыври халӑха вӑл тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Азариян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="7">Азария ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче хӑйӗн ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иофам, ларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Азариян, Иудея патшийӗн, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулӗнче Самарире Израиль патшине Захария, Иеровоам ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйӗн ашшӗсем пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ вӑл: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.</verse>
				<verse number="10">Селлум, Иавис ывӑлӗ, ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, ӑна халӑх умӗнчех вӗлернӗ те ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="11">Захарийӑн ытти ӗҫӗсене Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ, Ииуяна каланӑ сӑмах, ҫакӑн пек пулнӑ: санӑн ывӑлусем тӑватӑ сыпӑка ҫити Израиль патшинче ларӗҫ. Ҫапла пулнӑ та.</verse>
				<verse number="13">Селлум, Иавис ывалӗ, Иудея патши Азария вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Самарире вӑл пӗр уйӑх хушши патша пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Менаим — Фирца хулинчи Гадий ывӑлӗ — тапранса тухнӑ та Самарие ҫитнӗ, Самарире ӗнтӗ Селлума, Иавис ывӑлне, вӗлерсе пӑрахнӑ, ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="15">Селлумӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл епле кавар тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="16">Менаим ӗнтӗ Типсах хулине тапӑннӑ, анчах унта пурӑнакансем ӑна хула хапхине уҫса паман, ҫавӑншӑн вӑл хулине те аркатса тӑкнӑ, тата унта пурӑнакансене те, ҫав таврара пурӑнакансене те Фирца халӑхӗнчен пуҫласа пӗтӗмпе вӗлерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="17">Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ;</verse>
				<verse number="18">вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑн чухне Фул, Ассири патши, [Израиль] ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑ вӑрҫма килнӗ. Фула хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, ҫапла хӑй аллинчи патшалӑха ҫирӗплетес тесе, Менаим ӑна пин талант кӗмӗл панӑ.</verse>
				<verse number="20">Ассири патшине памалли кӗмӗле Менаим Израиль ҫыннисенчен, мӗнпур пуянран пуҫтарнӑ, кашнийӗн аллӑ сикль памалла пулнӑ. Вара Ассири патши каялла кайнӑ, Израиль ҫӗрӗ ҫинче тытӑнса тӑман.</verse>
				<verse number="21">Менаимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="22">Менаим ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Факия, ларнӑ.</verse>
				<verse number="23">Азария — Иудея патши — аллӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факия, Менаим ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл икӗ ҫул хушши патша пулнӑ;</verse>
				<verse number="24">вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.</verse>
				<verse number="25">Хӑйӗн улпучӗсенчен пӗри, Ремалия ывӑлӗ Факей, ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, Галаад ҫыннисене хӑйпе пӗрле аллӑ ҫын илсе, вӑл ӑна тата унпа пӗрле пулнӑ Аргова, Арие Самарире патша керменӗн пӳлӗмӗнче вӗлернӗ, вара ун вырӑнне патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="26">Факиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="27">Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ;</verse>
				<verse number="28">вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.</verse>
				<verse number="29">Израиль патши Факей вӑхӑтӗнче Ассири патши Феглаффелласар вӑрҫӑпа килнӗ, вӑл Ион, Авел-Беф-Мааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея ҫӗрӗсене, ҫавӑн пекех Неффалимӑн мӗнпур ҫӗрне туртса илнӗ, унта пурӑнакансене Ассирие куҫарса кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Осия, Ила ывӑлӗ, Ремалия ывӑлне Факее хирӗҫ кавар тунӑ; ӑна тапӑннӑ та вӗлернӗ, вара Иоафам, Озия ывӑлӗ, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Факей вырӑнне патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="31">Факейӗн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="32">Факей — Ремалия ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иоафам, Озия ывӑлӗ, ларнӑ.</verse>
				<verse number="33">Патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Иеруша, вӑл Садок хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="34">Вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, пур ӗҫне те хӑй ашшӗ пек, Озия пек, туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="35">Анчах та тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан: халӑх ҫав-ҫавах унта чӳк парнисем кӳрсе тӑнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ. Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тури хапхине тунӑ.</verse>
				<verse number="36">Иоафамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="37">Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Сири патшине Рецина тата Факея, Ремалия ывӑлне, Иудея ҫине тапӑнма ирӗк панӑ.</verse>
				<verse number="38">Иоафам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Ахаз, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Факей, Ремалия ывӑлӗ, вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ахаз, Иоафам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман,</verse>
				<verse number="3">Израиль патшисенӗн ҫулӗпех ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, хӑй ывӑлне те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ,</verse>
				<verse number="4">тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне Сири патши Рецин тата Ремалия ывӑлӗ Факей, Израиль патши, ӑна ҫӗнсе илес шутпа, Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Ахаза хупӑрласа илсе тытса тӑнӑ, анчах парӑнтарма пултарайман.</verse>
				<verse number="6">Ҫав вӑхӑтра Рецин, Сири патши, Елафа каялла Сирие тавӑрса панӑ, иудейсене Елафран хӑваласа янӑ; Елафа вара идумейсем йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ паянхи кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ахаз вара Ассири патши Феглаффелласар патне ҫак сӑмаха калама элчӗсем янӑ: эпӗ санӑн чуру, эпӗ санӑн ывӑлу; кил те мана хирӗҫ тӑнӑ Сири патши аллинчен тата Израиль патши аллинчен хӑтар мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ахаз Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ ылтӑн-кӗмӗле пуҫтарнӑ та ӑна Ассири патшине парнелеме ӑсатнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара Ассири патши ӳкӗте кӗнӗ; вӑл Дамаска вӑрҫӑпа кайнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ, унти ҫынсене Кир хулине куҫарса кайнӑ, Рецина вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="10">Ахаз патша Ассири патшипе Феглаффелласарпа тӗл пулма Дамаска кайнӑ, унта вӑл Дамаскри чӳк тумалли парне вырӑнне курнӑ; парне вырӑнӗн тытӑмне ӳкерсе унӑн тӗплӗ ӳкерчӗкне Ахаз патша Урия священника ярса панӑ.</verse>
				<verse number="11">Вара Урия священник, Ахаз патша Дамаскран ярса панӑ ӳкерчӗкпе усӑ курса, парне вырӑнӗ тутарнӑ; парне вырӑнне Урия священник Ахаз патша Дамаскран килсе ҫитичченех туса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="12">Патша, Дамаскран таврӑнсассӑн, парне вырӑнне асӑрханӑ, патша парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ, ӗнтӗ ун ҫинче парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="13">пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳнӗ, эрех сапнӑ, канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="14">Пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, Ҫӳлхуҫа умӗнче ларнӑскере, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мал енчен — Ахаз тутарнӑ парне вырӑнӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ хушшинчен — куҫарттарнӑ, вӑл ӑна ҫӗнӗ парне вырӑнӗн айккине, ҫурҫӗр енне, ларттарнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ахаз патша Урия священника ҫапла хушнӑ: пысӑк парне вырӑнӗ ҫинче ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене, каҫхине тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр; патшанӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата унӑн тырӑ-пулӑ парнине те, ахаль ҫынсенӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата вӗсен тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр, вӗсенӗн эрехне сап, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне юнӗпе тата кирек епле парне юнӗпе те парне вырӑнне сирпӗтсе тӑр, пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ вара халлӗхе, эпӗ мӗн каличчен, ҫавӑнтах лартӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Урия священник пӗтӗмпех Ахаз патша хушнӑ пек тунӑ.</verse>
				<verse number="17">Ахаз ӗнтӗ ҫӑвӑнмалли савӑтсен сапакӗсем ҫумӗнчи аялти кӑшӑлӗсене татнӑ, савӑчӗсене кӑларса илнӗ, пӑхӑртан шӑратнӑ вӑкӑрсен ҫийӗнчи тинӗсе антарса чул урайне илсе лартнӑ.</verse>
				<verse number="18">Шӑматкун валли Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумӗнче ятарласах тӑрӑ витнӗ вырӑн пулнӑ, тата унта патшанӑн Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремелли ҫулӗ пулнӑ — патша ҫакна пӗтӗмпе ҫӗмӗрттернӗ, ҫакна вӑл Ассири патшине юрас тесе тунӑ.</verse>
				<verse number="19">Ахазӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче хӑйӗн ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Езекия, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ахаз — Иудея патши — вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Самарире Осия, Ила ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл тӑхӑр ҫул хушши патша пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ вӑл, анчах та вӑл хӑй умӗнхи Израиль патшисем пекех усал туман.</verse>
				<verse number="3">Салманассар, Ассири патши, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Осия вара ун аллине кӗрсе ӳкнӗ те хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="4">Анчах Ассири патши хӑйне хирӗҫ Осия кавар тунине пӗлнӗ: Осия ӗнтӗ Сигор патне, Египет патши патне, элчӗсем янӑ пулнӑ, Ассири патшине хырҫине те кашни ҫулах тӳлемен; вара Ассири патши ӑна тӗрмене хупса лартнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакӑн хыҫҫӑн Ассири патши Израиль ҫӗрӗ ҫине тапӑнса кӗнӗ, Самари патне ҫитнӗ, ӑна виҫӗ ҫул хушши хупӑрласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Самарие ҫӗнсе илнӗ, вара Израиль ҫыннисене Ассирие куҫарса кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ,</verse>
				<verse number="8">вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="9">Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ,</verse>
				<verse number="10">кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ,</verse>
				<verse number="11">хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ,</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Анчах та вӗсем итлемен, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗненмен ашшӗсем пекех чурӑс пулнӑ;</verse>
				<verse number="15">вӗсем Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, хӑйсене асӑрхаттарса каланине вырӑна хуман; ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса ӑҫтиҫука тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене «таврари халӑхсем пек ан тӑвӑр» тенӗ пулсан та, вӗсем ҫавсем хыҫҫӑн кайнӑ,</verse>
				<verse number="16">хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн мӗнпур ӳкӗтне манӑҫланӑ, хӑйсем валли шӑратса икӗ пӑру кӗлетки тунӑ, вӗсен чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ, вӗсем тӳпери ҫара пуҫҫапнӑ, Ваала ӗҫлесе тӑнӑ,</verse>
				<verse number="17">хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ пӑхнӑ, ӑрӑм-сурӑмпа аппаланнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса Ӑна ҫиллентернӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израиль халӑхне питӗ хытӑ ҫилленнӗ, Ӑна Хӑйӗн сӑнӗ умӗнчен сирнӗ. Иуда йӑхӗсӗр пуҫне урӑх никам та юлман.</verse>
				<verse number="19">Иуда та хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ӳкӗчӗсене уяман, израильсен йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайнӑ, вӗсем пурӑннӑ пек пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Вара Ҫӳлхуҫа Израилӗн мӗнпур ӑрӑвӗнчен пӑрӑннӑ, вӗсене йӑвашлантарнӑ, вӗсене вӑрӑ-хурахсен аллине панӑ, юлашкинчен вӗсене Хӑй умӗнчен сирсех янӑ.</verse>
				<verse number="21">Израильсем Давид килӗнчен хӑпнӑ, вӗсем Иеровоама, Нават ывӑлне, патшана лартнӑ; Иеровоам вара израильсене Ҫӳлхуҫаран уйӑрса янӑ, вӗсене халиччен пулман пысӑк ҫылӑха кӗртсе ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="22">Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенех туса пурӑннӑ, вӗсенчен хӑпман,</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ каланӑ пек, Израиле Хӑйӗн умӗнчен сирсе яричченех вӗсем ҫавӑн пек пурӑннӑ. Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен Ассирие куҫарса кайнӑ, вӑл паян кун та унтах.</verse>
				<verse number="24">Ассири патши Вавилонран тата Кута, Авва, Емаф, Сепарваим хулисенчен халӑх куҫарса килнӗ те ҫав ҫынсене Самари хулисене Израиль ывӑлӗсем вырӑнне вырӑнаҫтарса тухнӑ. Ҫапла вара вӗсем Самари ҫӗрне йышӑннӑ та унӑн хулисенче пурӑнма тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="25">Унта пурӑнма пуҫланӑ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана уяман, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине арӑслансем янӑ, арӑсланӗсем вӗсене вӗлерсех тӑнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ассири патшине хыпар ҫитернӗ: эсӗ куҫарса килсе Самарири хуласене вырӑнаҫтарнӑ халӑхсем ҫав ҫӗршыв Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсем ҫине арӑслансем ярать; арӑсланӗсем вӗсене вӗлерсех тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав ҫӗршыв Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ассири патши вара хытарсах каланӑ: вӗсем патне лерен хӑваласа килнӗ священниксенчен пӗрне ярӑр; кайтӑр та ҫавӑнта пурӑнтӑр, леш ҫӗршыв Туррийӗн саккунне вӗренттӗр.</verse>
				<verse number="28">Вара унта Самарирен куҫарса килнӗ священниксенчен пӗри пырса ҫитнӗ. Вӑл Вефильре пурӑннӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫана епле уяса пурӑнмаллине вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫакӑнпа пӗрлех кашни халӑх тата хӑйсен туррин кӗлеткине ӑсталанӑ та, ӑна Самари ҫыннисем тӳпем вырӑнсем ҫине лартнӑ кӗлетке ҫурчӗсене лартса хунӑ, — кашни халӑх харпӑр хӑй пурӑнакан хулара ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="30">Вавилон ҫыннисем Суккот-Беноф кӗлеткине тунӑ, Кута ҫыннисем — Нергал кӗлеткине, Емаф ҫыннисем Ашима кӗлеткине тунӑ;</verse>
				<verse number="31">Авва ҫыннисем Нивхаз тата Тартак кӗлеткисене ӑсталанӑ, Сепарваим ҫыннисем вара хӑйсен ывӑлӗсене Сепарваим туррисене — Адрамелех тата Анамелех ятлӑ турӑсене — чӳк парни кӳрсе вутра ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫав хушӑрах Ҫӳлхуҫана та хисепленӗ. Хӑйсен хушшинченех тӳпем вырӑнсенче парне кӳме священниксем суйласа лартнӑ, ҫав священниксем вара тӳпем вырӑнсенчи ҫуртсенче ӗҫлесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="33">Вӗсем Ҫӳлхуҫана та хисепленӗ, хӑйсен туррисене те пуҫҫапнӑ, хӑйсем унччен хӑш халӑх хушшинче пурӑннӑ, кунта та ҫав халӑх йӑлине пӑрахман.</verse>
				<verse number="34">Паянхи кунчченех вӗсем хӑйсен унчченхи йӑли-йӗркине тытаҫҫӗ: Ҫӳлхуҫаран хӑрамаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫа Иаковӑн — Израиль тесе ят хунӑскерӗн — ывӑлӗсене панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене, Унӑн саккунне пӑхӑнмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="35">Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗпе ҫапла каласа халал хывнӑ: ытти турӑсене ан хисеплӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, вӗсемшӗн ан тӑрӑшӑр, вӗсене парне ан кӳрӗр,</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫана — сире Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе, вӑйлӑ аллипе Египетран илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана ҫеҫ — хисеплӗр, пӗр Ӑна кӑна пуҫҫапӑр, пӗр Ӑна кӑна парне кӳрӗр,</verse>
				<verse number="37">Вӑл хӑвӑра ҫырса панӑ йӗркесене, кӑтартнисене, саккуна, ӳкӗтсене кулленех пӑхӑнса-туса пурӑнӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр;</verse>
				<verse number="38">Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле хывнӑ халала ан манӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр,</verse>
				<verse number="39">Ҫӳлхуҫа Туррӑра ҫеҫ пуҫҫапӑр, Вӑл вара сире мӗнпур тӑшманӑрсен аллинчен хӑтарса тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Анчах вӗсем итлемен, унчченхи йӑли-йӗркинех тытса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="41">Ҫав халӑхсем Ҫӳлхуҫана та хисепленӗ, анчах хӑйсен йӗрӗхӗсене те пуҫҫапнӑ. Вӗсен ачисем те, вӗсен ачисенӗн ачисем те паянхи кун та ашшӗсем пурӑннӑ пекех пурӑнаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Езекия, Ахаз ывӑлӗ, ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Ави, вӑл Захария хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл пӗтӗм ӗҫне Давид пек, хӑй ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ;</verse>
				<verse number="4">тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, кӗлеткесене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, юманлӑха касса тӑкнӑ, Моисей тутарнӑ пӑхӑр ҫӗлене вакласа тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем ҫав ҫӗлен умӗнче ҫак таранчченех тӗтӗрнӗ, ӑна Нехуштан тесе чӗннӗ.</verse>
				<verse number="5">Езекия Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫеҫ шаннӑ; Иудейӑн мӗнпур патши хушшинче ун пекки ун хыҫҫӑн та, ун умӗн те пулман.</verse>
				<verse number="6">Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫумне ҫыпӑҫӑннӑ, Унран хӑпман, Унӑн ӳкӗчӗсене — Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗтсене — ҫирӗп тытса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа унпа пӗрле пулнӑ: кирек ӑҫта кайсассӑн та вӑл пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ. Вӑл ӗнтӗ Ассири патшинчен уйрӑлса кайнӑ та ӑна пӑхӑнма пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл филистимсене Газа таранах, ҫак хула таврашӗнчи ҫӗр таранах аркатса тухнӑ, хурал пашнинчен пуҫласа ҫирӗплетнӗ хула таранах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="9">Езекия тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Салманассар Самарие тапӑннӑ, ӑна хупӑрласа илнӗ,</verse>
				<verse number="10">ӑна вӑл виҫӗ ҫултан ҫӗнсе илнӗ: Езекия улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, эппин, Израиль патши Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Самарие парӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ассири патши израильсене Ассирие хӑваласа кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене кайса янӑ,</verse>
				<verse number="12">ку йывӑрлӑх вӗсене хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине итлеменшӗн, Унӑн халалне пӑснӑшӑн ҫитнӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ӳкӗтсене итлемен, уяман.</verse>
				<verse number="13">Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулисене хирӗҫ тапранса тухнӑ та вӗсене ярса илнӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Езекия, Иудея патши, Ассири патшине ҫапла калама Лахис хулине ҫын янӑ: айӑплӑ эпӗ; кай ман патӑмран; мӗн чухлӗ хырҫӑ хуратӑн — ҫавӑн чухлӗ паратӑп, тенӗ. Ассири патши Иудея патшине Езекияна виҫҫӗр талант кӗмӗл тата вӑтӑр талант ылтӑн тӳлесе тӑмалла тунӑ.</verse>
				<verse number="15">Езекия вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ пӗтӗм кӗмӗле ӑна панӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне Езекия Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене, алӑк юписене сӑрнӑ ылтӑна, — вӗсене Иудея патши Езекия сӑртарнӑ пулнӑ, — Ассири патшине панӑ.</verse>
				<verse number="17">Ассири патши Тартана, Рабсариса тата Рабсака пысӑк ҫарпа пӗрле Лахис хулинчен Езекия патне Иерусалима янӑ. Лешӗсем, тапранса тухса, Иерусалима пырса ҫитнӗ; каллех тапранса тухса, пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вара патшана чӗннӗ. Вӗсем патне патша керменӗн пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах тухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Рабсак вӗсене ҫапла каланӑ: Езекияна пӗлтерӗр: аслӑ патша, Ассири патши, ҫапла калать, тейӗр: мӗн шанӑҫӗ пур санӑн, эсӗ кама шанатӑн?</verse>
				<verse number="20">Пушӑ сӑмах ҫеҫ калатӑн эсӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма вара ӑспуҫ тата вӑй кирлӗ. Манран уйӑрӑлса халӗ эсӗ кама шанса тӑратӑн?</verse>
				<verse number="21">Эсӗ акӑ Египет ҫине, ҫавӑ хуҫӑк туя ҫине, тӗревленме шутлатӑн; вӑл туя хӑй ҫине таянаканӑн аллине тӑрӑнса шӑтарсах тухӗ. Фараон, Египет патшийӗ, хӑйне шанса тӑракансемшӗн шӑп ҫавӑн пек пулать те.</verse>
				<verse number="22">Эхер те эсир мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗр пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «Иерусалимра, ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ. Ҫав Турра шанатӑр-и эсир? тет, тейӗр.</verse>
				<verse number="23">Эппин, эсӗ манӑн хуҫампа, Ассири патшипе, килӗштер; эпӗ сана икӗ пин урхамах паратӑп, вӗсем валли ҫавӑн чухлӗ юланутҫӑ тупма пултараятӑн-и?</verse>
				<verse number="24">Эсӗ ман хуҫамӑн чурисенчен-ҫарпуҫсенчен пӗрне те пулин, чи вӑйсӑррине те пулин, ҫӗнтерме пултараятӑн-и? Египета шанатӑн-и, вӑл сана ҫар ураписемпе урхамахсем парӗ тетӗн-и?</verse>
				<verse number="25">Тата ҫакӑ ҫӗре аркатмашкӑн эпӗ кунта Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр килнӗ-им? Ҫӳлхуҫа мана: «ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вара Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Рабсак вӗсене каланӑ: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ӗнтӗ Рабсак тӑнӑ та хыттӑн кӑшкӑрса еврейла пӗлтернӗ: эй аслӑ патшанӑн, Ассири патшийӗн, сӑмахне итлӗр!</verse>
				<verse number="29">Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ман алӑран ҫӑлма пултараймасть;</verse>
				<verse number="30">«пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.</verse>
				<verse number="31">Езекияна ан итлӗр. Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр. Хӑвӑра: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе илӗртекен Езекияна ан итлӗр.</verse>
				<verse number="32"></verse>
				<verse number="33">Халӑхсене хӑйсен туррисем Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ-и? пӗр турри те пулин хӑй ҫӗрне ҫӑлайрӗ-и?</verse>
				<verse number="34">Емаф тата Арпад туррисем ӑҫта халь? Сепарваим, Ена тата Ивва туррисем ӑҫта? Самарие манӑн аллӑмран хӑтарайрӗҫ-и вӗсем?</verse>
				<verse number="35">Ҫав ҫӗрсен мӗнпур турринчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӗрне манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварчӗ-и? Ҫӳлхуҫа Иерусалима манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварайӗ-ши вара? тет манӑн патшамӑм, тенӗ Рабсак.</verse>
				<verse number="36">Халӑх шарламан, ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн Езекия патша хытарсах каласа хунӑ пулнӑ: «ӑна нимӗн те ан калӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вара патша керменӗн пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах, ҫири тумтирне туртса ҫурнӑскерсем, Езекия патне ҫитсе ӑна Рабсак сӑмахӗсене каласа панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫакна илтсессӗн Езекия патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл кермен пуҫлӑхне Елиакима, Севна ҫыруҫӑна тата аслӑ священниксене, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсене, Исаия пророк патне, Амос ывӑлӗ патне, янӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем ӑна каланӑ: Езекия ҫапла калать: ҫакӑ кун — хурлӑх кунӗ, хаса тӳсмелли, мӑшкӑл курмалли кун: ӗнтӗ ачисем амӑшӗн варӗнчен тухасси патнех ҫитнӗ — анчах ҫуратма вӑй ҫук.</verse>
				<verse number="4">Ассири патши кунта чӗрӗ Турра хурлама, хӑртма Рабсака янӑ, тен, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак сӑмахсене илтӗ? Чӗрӗ юлнисемшӗн, сыввисемшӗн кӗлтусамччӗ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла Езекия патша тарҫисем Исаия патне пынӑ.</verse>
				<verse number="6">Исаия вӗсене каланӑ: хӑвӑр хуҫӑра калӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ассири патшийӗн тарҫисем Мана хӑртса каланӑ сӑмахсенчен, хӑв та илтнӗ сӑмахсенчен, ан хӑра.</verse>
				<verse number="7">Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Рабсак каялла Ассири патши патне таврӑннӑ, лешӗ ун чухне Лахис патӗнчен кайса Ливнӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ассири патша ӗнтӗ Эфиопи патши Тиргак ҫинчен хыпар илтнӗ; ӑна: Тиргак санпа ҫапӑҫма килет, тенӗ. Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ:</verse>
				<verse number="10">Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.</verse>
				<verse number="11">Ассири патшисем хӑйсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗрсене мӗн-мӗн тунине, вӗсене тӗппипех пӗтерме тупаланине эсӗ илтнех ӗнтӗ — эсӗ тӗрӗс-тӗкел юлайӑн-ши вара?</verse>
				<verse number="12">Пирӗн аттесем аркатса тӑкнӑ халӑхсен туррисем ҫӑлса хӑварайнӑ-и вӗсене? Гозана, Харана, Рецефа, Фалассарти Еден ывӑлӗсене ҫӑлайнӑ-и?</verse>
				<verse number="13">Емаф патши, Арпад патши ӑҫта, Сепарваим хули патши, Ена, Ивва патшисем ӑҫта халь? тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Езекия элчӗсен аллинчи ҫырӑва илсе вуланӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, Езекия ҫырӑва Ҫӳлхуҫа умне уҫса хунӑ.</verse>
				<verse number="15">Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтунӑ, ҫапла каланӑ: эй херувимсем ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ! Эсӗ — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхсен пӗртен-пӗр Туррийӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.</verse>
				<verse number="16">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӑлхуна тайсамччӗ, [мана] илтсемччӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑр, куҫна уҫсамччӗ, курсамччӗ, [Сана,] чӗрӗ Турра хӑртма ҫын янӑ Сеннахирим сӑмахне илтсемччӗ!</verse>
				<verse number="17">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем мӗнпур ҫӗршыва, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ,</verse>
				<verse number="18">вӗсенӗн туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул; ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа Мана кӗлтунине илтрӗм Эпӗ, тет.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Ассири патши пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран; Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.</verse>
				<verse number="22">Кама хурларӑн, кама хӑртрӑн эсӗ? Кама кӑшкӑрсах ятларӑн, кам умӗнче пуҫна каҫӑртрӑн? Израиль Святойӗ умӗнче!</verse>
				<verse number="23">Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм;</verse>
				<verse number="24">ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ ӗлӗкех ҫапла тунине эсӗ илтмен-им вара? Эпӗ ҫакна сӗм авалхи кунсенчех палӑртса хунӑ, халӗ — пурӑнӑҫа килтертӗм: эсӗ Манӑн ирӗкӗмпе тӗреклӗ хуласене аркататӑн, вӗсенчен ишӗлчӗк купи тӑватӑн.</verse>
				<verse number="26">Унта пурӑнакансем халсӑрланчӗҫ, чӗтӗреҫҫӗ, намӑс кураҫҫӗ. Вӗсем халӗ хирти курӑк пек, имшер калча пек, ҫурт тӑррине шӑтнӑ хунав пек, пучаха ларичченех вӗтеленнӗ тырпул пек.</verse>
				<verse number="27">Ларатӑн-и эсӗ, тухатӑн-и, кӗретӗн-и — Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп; эсӗ Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнине те пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнӑшӑн, эшкерӳсен Ман патӑмах ҫитнӗ шавӗшӗн сӑмсунтан Хамӑн ункӑма тирсе ярӑп, ҫӑварна Хамӑн ҫӑварлӑха хыптарӑп, вара сана хӑв килнӗ ҫулпах каялла ҫавӑрса яратӑп.</verse>
				<verse number="29">Акӑ сана, [Езекия,] паллӑ паратӑп: кӑҫал эсир ӳксе шӑтнӑ тырӑран пулнине ҫийӗр, килес ҫул та — хӑй тӗллӗн ӳссе пиҫнине, виҫҫӗмӗш ҫулхине вара акӑр та вырса илӗр, иҫӗм пахчийӗсем лартӑр та унти ҫимӗҫе ҫийӗр.</verse>
				<verse number="30">Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлни, хӑтӑлса юлни каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ:</verse>
				<verse number="31">Иерусалимри йӑлкӑм ҫӗнӗрен хунавланӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ. Саваоф Турӑ пулӑшнипе-хытӑ тӑнипе пулӗ ку.</verse>
				<verse number="32">Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана килсе кӗреймӗ, унта ҫӗмренӗпе переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ.</verse>
				<verse number="33">Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ.</verse>
				<verse number="34">Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="35">Ҫӗрле вара акӑ мӗн пулса иртнӗ: Турӑ Ангелӗ ҫитнӗ те Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче ҫӗр сакӑрвунӑ пилӗк пин ҫынна тӗп тунӑ. Ирхине тӑраҫҫӗ те — акӑ пурте вилӗ выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="36">Ассири патши Сеннахирим ӗнтӗ хӑй вырӑнӗнчен хускалса кайнӑ, каялла таврӑннӑ, кайран вара Ниневире пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="37">Вӑл хӑйӗн Нисрох турри ҫуртӗнче кӗлтунӑ вӑхӑтра ӑна ывӑлӗсем, Адрамелех тата Шарецер, хӗҫпе касса вӗлернӗ, хӑйсем вара Арарат ҫӗрне тухса тарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Асардан, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Ҫавӑ кунсенче Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ. Ӗнтӗ ун патне Исаия пророк, Амос ывӑлӗ, пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑн килӳ валли халал хӑвар: эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ:</verse>
				<verse number="3">эй Турӑҫӑм! эпӗ Хӑвӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Хӑвна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ. Езекия ӗсӗклесех йӗрсе янӑ.</verse>
				<verse number="4">Исаия хуларан та тухма ӗлкӗреймен-ха, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="5">Езекия патне, Ман халӑхӑмӑн патши патне, каялла таврӑн та кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм. Халӗ Эпӗ сана сывататӑп; виҫмине эсӗ Турӑ Ҫуртне каятӑн;</verse>
				<verse number="6">санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, сана тата ҫакӑ хулана Ассири патшийӗн аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн сыхласа хӑваратӑп, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Унтан Исаия: пӗр касӑм смоква илӗр, тенӗ. Касӑм смоква илнӗ те ӑна шыҫӑ ҫине хунӑ, вара Езекия сывалнӑ.</verse>
				<verse number="8">Езекия ӗнтӗ Исаийӑна каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа чӑнласах сыватассине, эпӗ виҫмине Ҫӳлхуҫа Ҫуртне каяссине пӗлтерекен паллӑ пулӗ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Исаия каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ сӑмаха пурӑнӑҫлассине пӗлтерекен паллӑ ҫакӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ малалла шутармалла-и е вунӑ картлашка чухлӗ каялла чакарса тӑратмалла-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Езекия каланӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ маларах кайма ҫӑмӑл; ҫук, мӗлке вунӑ картлашка чухлӗ каялла чактӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Исаия пророк вара Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ та, Ахаз картлашкийӗсем ҫине ӳкнӗ мӗлке вунӑ картлашка каялла чакнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑ вӑхӑтра Беродах Баладан — Баладан ывӑлӗ, Вавилон патши — Езекия валли ҫырусемпе парне ӑсатнӑ: вӑл Езекия чирлӗ тенине илтнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Езекия хӑй патне янӑ ҫынсене итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсене кермен управӑшӗсене кӑтартнӑ, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне тата хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, пӗтӗм хаклӑ япалине, хӑй ҫуртӗнче мӗн пуррине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.</verse>
				<verse number="14">Исаия пророк вара Езекия патша патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: ку ҫынсем мӗн каларӗҫ, вӗсем сан патна ӑҫтан килсе ҫитрӗҫ? тенӗ. Езекия: аякри ҫӗртен, Вавилонтан, килнӗ вӗсем, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Исаия: вӗсем санӑн ҫуртунта мӗн-мӗн курчӗҫ? тенӗ. Езекия каланӑ: ман ҫуртӑмра мӗн пуррине пӗтӗмпех курчӗҫ, хамӑн пӗр хаклӑ япалана та вӗсене кӑтартмасӑр хӑвармарӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле:</verse>
				<verse number="17">акӑ вӑхӑт ҫитӗ те ҫуртунта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.</verse>
				<verse number="18">Ывӑлусене те — хӑвӑнтан ҫуралнӑ, хӑв ҫураттарнӑ ывӑлусене те — илсе кайӗҫ, вӗсем ӗнтӗ Вавилон патши керменӗнчи хайрансем пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Езекия вара Исаийӑна каланӑ: эсӗ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ырӑ, тенӗ. Унтан ҫапла хушса хунӑ: эпӗ пурӑннӑ чухне тӑнӑҫлӑх та ырӑ пурӑнӑҫ пултӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Езекиян ытти ӗҫӗсене, унӑн пӗтӗм паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл пӗве пӗвеленине, шыв пӑрӑхӗ хуртарса хулана шыв кӗртнине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="21">Езекия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Манассия, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хефциба.</verse>
				<verse number="2">Вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваала чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Израиль патши Ахав пек, Астарта юпине лартнӑ; тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Ҫӳлхуҫа «Эпӗ Хамӑн ятӑма Иерусалимра вырӑнаҫтарӑп» тесе каланӑ Ҫуртра, чӳк парнин вырӑнӗсене туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ,</verse>
				<verse number="6">вӑл хӑйӗн ывӑлне вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене тата тӗрлӗ асамҫӑсене хӑй тавра пуҫтарнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп;</verse>
				<verse number="8">Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Анчах та вӗсем итлемен; Манассия вӗсене шутсӑрах пӑсса янӑ, вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем умӗнчен пӗтернӗ халӑхсенчен те ирсӗртерех пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="11">Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапса Иудӑна ҫылӑха кӗртнӗшӗн</verse>
				<verse number="12">Эпӗ Иерусалимпа Иуда ҫине халиччен пулман хӗн-асап яратӑп, Эпӗ яракан хӗн-асап ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те ян янӑраса кайӗ;</verse>
				<verse number="13">Иерусалима та Самарие виҫсе тухнӑ вӗренпех, Ахав килне виҫнӗ пекех виҫсе тухӑп, Иерусалима чашӑка шӑлса тасатнӑ пек шӑлса тасатӑп, — чашӑка шӑлса тасатаҫҫӗ те ӳпӗнтерсе хураҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">вара чӗрӗ юлнисене, Хам еткерӗмӗн йӑлкӑмне, пӑрахӑп, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен аллине парӑп, ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ,</verse>
				<verse number="15">хӑйсен ашшӗсем Египетран тухнӑранпа паянхи кунчченех вӗсем Манӑн умӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑшӑн, Мана ҫиллентерсе пурӑннӑшӑн ҫапла тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Манассия тата нумай айӑпсӑр юн юхтарнӑ, Иерусалима вӑл пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех юн тултарнӑ, хӑйӗн ҫылӑхӗсӗр пуҫне вӑл Иудӑна ҫылӑх тума вӗрентнӗ, вара Иуда та Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ.</verse>
				<verse number="17">Манассиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн ҫылӑхӗсене, мӗнле ҫылӑхсем тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="18">Манассия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи сатра, Узза сатӗнче, пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Аммон, ларнӑ.</verse>
				<verse number="19">Патшана ларнӑ чухне Аммон ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл икӗ ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Мешуллемеф, вӑл Ятба теекен вырӑнти Харуц хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл хӑйӗн ашшӗ Манассия пекех Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ;</verse>
				<verse number="21">ҫӳреме те ашшӗ ҫӳренӗ ҫулпах ҫӳренӗ, ашшӗ пуҫҫапнӑ йӗрӗхсенех пуҫҫапнӑ, вӗсенех пӑхӑнса пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="22">ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен хӑпнӑ, Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳремен.</verse>
				<verse number="23">Вара Аммон тарҫисем кавар тунӑ та патшана хӑй ҫуртӗнчех вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="24">Анчах та хура халӑх Аммон патшана хирӗҫ кавар тӑвакансене пӗтӗмпех вӗлерсе тухнӑ та ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Иосияна, лартнӑ.</verse>
				<verse number="25">Аммонӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ӑна хӑй хатӗрленӗ тупӑклӑха, Узза сатӗнче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иосия, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Иосия саккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл вӑтӑр пӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иедида, вӑл Боцкафа хулинчи Адаия хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, хӑйӗн ашшӗн Давидӑн ҫулӗпе ҫеҫ ҫӳренӗ, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман.</verse>
				<verse number="3">Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ:</verse>
				<verse number="4">аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр,</verse>
				<verse number="5">вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр,</verse>
				<verse number="6">алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр;</verse>
				<verse number="7">хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Хелкия, аслӑ священник, Шафан ҫыруҫӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче эпӗ саккун кӗнеки тупрӑм, тенӗ. Хелкия ҫав кӗнекене Шафана панӑ, лешӗ вара ӑна вуланӑ.</verse>
				<verse number="9">Шафан ҫыруҫӑ патша патне пынӑ, ӑна ҫакӑн пек хыпар ҫитернӗ: санӑн чурусем Ҫуртра тупӑннӑ кӗмӗле илнӗ, ӑна вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ ӗҫлеттерекен ҫынсене панӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Шафан ҫыруҫӑ тата ҫапла пӗлтернӗ: Хелкия священник мана кӗнеке пачӗ, тенӗ. Шафан ҫав кӗнекене патша умӗнче вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="11">Саккун кӗнекин сӑмахӗсене илтсессӗн, патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вара патша Хелкия священника, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Ахбора, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ:</verse>
				<verse number="13">кайӑр та ман ятпа, халӑх ячӗпе тата пӗтӗм Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене уяман, унти ӳкӗтсене пӑхӑнман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Хелкия священник, Ахикам, Ахбор, Шафан тата Асаия вара хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ та унпа калаҫнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="15">Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр:</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши вуланӑ саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ хаярлӑха яратӑп:</verse>
				<verse number="17">Мана пӑрахса хӑварнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн ҫак ҫӗр ҫине ҫиллӗм тулса ҫитрӗ, ӗнтӗ сӳнес ҫук вӑл.</verse>
				<verse number="18">Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать:</verse>
				<verse number="19">Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене, «вӗсене сехметпе ылхан ҫитӗ» тенине, илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑншӑн акӑ Эпӗ сана канӑҫлӑ аҫусемпе пӗрлештерӗп, сана хӑвӑн тупӑклӑхна тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра пытарӗҫ, санӑн куҫусем Эпӗ ҫак вырӑна ярас сехмете курмӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Олдама. Хурава патша патне ҫитернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Патша вара йыхрав янӑ та ун патне Иудӑран тата Иерусалимран мӗнпур аслӑ ҫын пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, пророксем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="3">Унтан патша ҫӳллӗ вырӑна хӑпарса тӑнӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ — ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун сӑмахӗсене пурӑнӑҫа килтермешкӗн Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыма, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, Вӑл панӑ йӗркесене пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан пӑхӑнса пурӑнма пулнӑ. Пӗтӗм халӑх унпа пӗрле ҫак халала хутшӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Патша вара аслӑ священника Хелкияна, иккӗмӗш священниксене тата алӑк умӗнче хуралта тӑракансене Ваалпа Астарта валли, тӳпери ҫар валли тунӑ мӗнпур япалана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен пуҫтарса илсе тухма хушнӑ, вӗсене вӑл Иерусалим хыҫӗнче, Кедрон айлӑмӗнче, ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗлне Вефиле илсе кайма хушнӑ.</verse>
				<verse number="5">Тата вӑл Иудея патшисем Иерусалим таврашӗнчи тата Иудейӑри ытти хуласенчи тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме суйласа лартнӑ апӑссене — Ваала, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене, тӳпери пӗтӗм ҫара пуҫҫапса, тӗтӗрсе пурӑннӑ чӳк пуҫӗсене — хӑйсен ӗҫӗнчен кӑларттарнӑ;</verse>
				<verse number="6">Астарта юпине Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен Иерусалим тулашне, Кедрон юхӑмӗ патне, илсе тухнӑ та Кедрон айлӑмӗнче ҫунтарса янӑ, кӗлне хура халӑха пытаракан ҫӑва ҫине сапаласа тӑкнӑ;</verse>
				<verse number="7">вӑл аскӑнлӑх ҫурчӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумне вырӑнаҫнӑскерсене, аркатса тухнӑ; ҫав ҫуртсенче хӗрарӑмсем Астарта валли тумтир тума пир-авӑр тӗртнӗ пулнӑ;</verse>
				<verse number="8">суя турӑсен апӑсӗсене пурне те Иудея хулисенчен хӑваласа кӑларнӑ, чӳк пуҫӗсем тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсене — Гевӑран тытӑнса Вирсавия таранах — ирсӗрлентерсе тухнӑ; ҫавӑн пекех хула хапхи патӗнчи парне кӳмелли тӳпем вырӑнсене те аркатнӑ: хула пуҫлӑхӗн Иисусӑн хапхи умӗнчине те, ҫавӑн пекех хула хапхин сулахай енчи парне вырӑнне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="9">Тӳпем вырӑнсен апӑсӗсем Ҫӳлхуҫанӑн Иерусалимри парне вырӑнӗ ҫине парне кӳмен, тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑра вара хӑйсен тӑванӗсемпе пӗрлех ҫинӗ.</verse>
				<verse number="10">Патша, никам та хӑйӗн ывӑлне, хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларса Молоха парне кӳме ан пултартӑр тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнчи Тофет теекен вырӑна ирсӗрлентернӗ;</verse>
				<verse number="11">Иудея патшисем унччен Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗмелли вырӑнта, Нефан-Мелех хайранӑн пӳлӗмӗсем ҫывӑхӗнче, Фаруримра, хӗвеле пуҫҫапса лашасем тытнӑ, Иосия ҫав йӑлана пӑрахӑҫланӑ, лашасене кӳлекен урапасене — хӗвел ураписене — ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="12">Иосия ӗнтӗ Иудея патшисем Ахазӑн ҫӳлти пӳлӗмӗн тӑррине туса лартнӑ чӳк вырӑнӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те Манассия лартнӑ чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсен юлашки-тӗлешкине Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="13">Израиль патши Соломон Иерусалим ҫумне, ҫу йывӑҫҫисен тӑвӗ ҫине сылтӑм енне Сидон йӗрӗнчӗкне Астартӑна, Моав йӗрӗнчӗкне Хамоса, Аммон йӗрӗнчӗкне Милхома пуҫҫапмалли тӳпем вырӑнсем ларттарнӑ пулнӑ, Иосия ҫавна ирсӗрлентернӗ;</verse>
				<verse number="14">кӗлеткесене ҫӗмӗрнӗ, Астарта юпине касса пӑрахнӑ, ҫав вырӑнсене вара вилнӗ ҫын шӑммисем пӑрахса тултарнӑ.</verse>
				<verse number="15">Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам, Нават ывӑлӗ, Вефильре лартнӑ тӳпем вырӑна та, чӳк парни кӳмелли вырӑна та тусан пуличчен аркатнӑ, Астарта юпине тӗппипех ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="16">Иосия ҫавӑнта, ту ҫинче, вилтӑприсене асӑрханӑ, вара, ҫынсем ярса, вилесен шӑмми-шаккине кӑларттарнӑ та ҫавна пӗтӗмпе чӳк парни кӳмелли вырӑн ҫинче ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫынни урлӑ каланӑ пек, Турӑ ҫынни [Иеровоам уяв вӑхӑтӗнче парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ чухне] малашне мӗн пуласса пӗлтернӗ пек, парне вырӑнне ирсӗрлетнӗ. [Акӑ Иосия каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та, ҫапла пуласса малтанах каласа хунӑ Турӑ ҫыннийӗн вилтӑприне курах кайнӑ та]</verse>
				<verse number="17">каланӑ: эпӗ куракан палӑк мӗнлескер ку? тенӗ. Хула ҫыннисем ӑна каланӑ: ку вӑл — Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫыннийӗн вилтӑприйӗ, вӑл эсӗ Вефильри парне вырӑнне мӗн тӑвассине малтанах каласа хунӑччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Иосия вара: ӑна ан тивӗр, унӑн шӑммисене нихӑшӗ те ан тӗкӗнӗр, тенӗ. Вара унӑн шӑмми-шаккине те, Самарирен килнӗ пророк шӑмми-шаккине те тивмен.</verse>
				<verse number="19">Иосия ӗнтӗ Израиль патшисем, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсе, Самари хулисенчи тӳпем вырӑнсенче туса лартнӑ суя турӑ ҫурчӗсене пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, Вефильре мӗнле тунӑ, ҫавӑн пек тунӑ та;</verse>
				<verse number="20">тӳпем вырӑнсен апӑсӗсене пурне те вӗлерсе тухнӑ, вӗсен шӑммисене чӳк парни вырӑнӗсем ҫинчех ҫунтарса янӑ та Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Вара патша пӗтӗм халӑха чӗнсе каланӑ: ҫак халал кӗнекинче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе Пасха ирттерӗр, тенӗ,</verse>
				<verse number="22">Израиль халӑхне тӳресем тытса тӑнӑранпа та Пасхӑна ҫакӑн пек ирттермен, Израиль патшисемпе Иудея патшисем те пӗри те Пасхӑна унашкал чаплӑ уявламан;</verse>
				<verse number="23">ҫак Пасхӑна Иосия вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫана чысласа Иерусалимра ирттернӗ.</verse>
				<verse number="24">Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ кӗнекери саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, асамҫӑсене те, терафимсене те, йӗрӗхсене те, Иудея ҫӗрӗнчи тата Иерусалим хулинчи мӗнпур йӗрӗнчӗке тӗппипех пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="25">Унччен нихӑҫан та Иосия пек патша пулман: вӑл пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑннӑ; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман.</verse>
				<verse number="26">Анчах та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн хаяр ҫиллине, Манассиян ирсӗр ӗҫӗсене пула Иуда ҫине ӳкнӗ ҫиллине, сирсе яман.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиле Эпӗ Хам умӑмран сиртӗм, Иудӑна та ҫавӑн пек тӑвӑп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та сирсе пӑрахӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Иосиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл пурӑннӑ чухнех Нехао фараон, Египет патши, Ассири патшине хирӗҫ Евфрат юханшывӗ хӗррине вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ. Иосия патша вара Нехао патшана хирӗҫ тухнӑ, Иосийӑна курсассӑн, лешӗ ӑна Мегиддонра вӗлерсе пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="30">Чурисем ӑна, вилнӗскерне, Мегиддонран Иерусалима турттарса килнӗ, ӑна хӑйӗн тупӑклӑхне пытарнӑ. Ҫӗршыв халӑхӗ вара Иоахаза, Иосия ывӑлне, ҫу сӗрсе, ашшӗ вырӑнне патшана лартнӑ.</verse>
				<verse number="31">Патшана ларнӑ чухне Иоахаз ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ашшӗсем пекех, Иоахаз пур ӗҫне те Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="33">Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинче, Ривла хулинче, тӗрмене лартнӑ, Иудея ҫине хырҫӑ — ҫӗр талант кӗмӗл тата [ҫӗр] талант ылтӑн — хунӑ.</verse>
				<verse number="34">Нехао фараон ӗнтӗ Иосия вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Елиакима, лартнӑ; унӑн ятне улӑштарнӑ, ӑна Иоаким тесе чӗнмелле тунӑ; Иоахаза вара Египета илсе кайнӑ, вӑл унтах вилнӗ.</verse>
				<verse number="35">Фараона Иоаким ылтӑн-кӗмӗл парса тӑнӑ: фараона кӗмӗлпе тивӗҫтерсе тӑрас тесе, хура халӑха хырҫӑ тӳлеттернӗ, ҫавна фараона парса тӑнӑ; кашни ҫыннӑн хӑйӗн пайне, ылтӑнпа кӗмӗл, тӳлемелле пулнӑ, патша вара ҫакна Нехао фараона парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="36">Патшана ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Зебудда, вӑл Рума ҫӗрӗнчи Федаия хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="37">Иоаким ӗнтӗ, ашшӗсем пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Ун вӑхӑтӗнче Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑна тапӑнса кӗнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ, кайран, унран хӑпса, уйрӑлнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем-пророкӗсем урлӑ каланӑ пек, Иудӑна тӗп тумашкӑн ун ҫине халдейсен эшкерне, Сири ҫыннисен эшкерне, моавсен эшкерне, аммонсен эшкерне ярсах тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе пулнӑ: Вӑл Манассия тунӑ ҫылӑхсемшӗн Иудӑна Хӑй умӗнчен сирес тенӗ;</verse>
				<verse number="4">Манассия айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн, Иерусалима айӑпсӑр юнпа тултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа Иудӑна каҫарасшӑн пулман.</verse>
				<verse number="5">Иоакимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="6">Иоаким ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иехония, ларнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вавилон патши Египет патшийӗн ҫӗрне Египет юхӑмӗнчен пуҫласа Евфрат шывӗ таранах ярса илнӗ, ҫавӑнпа Египет патши текех хӑй ҫӗрӗнчен тухса ҫӳреймен.</verse>
				<verse number="8">Патшана ларнӑ чухне Иехония вунсаккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Нехушта, вӑл Иерусалимри Елнафан хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Иехония, ашшӗ пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче пур тӗлӗшпе те юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫав вӑхӑтра Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн чурисем Иерусалима ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ.</verse>
				<verse number="11">Вавилон патши Навуходоносор унта чурисем хулана ҫавӑрса илсессӗн пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="12">Иудея патши Иехония ӗнтӗ Вавилон патши патне хӑй тухнӑ; унпа пӗрле амӑшӗ те, тарҫисем те, аслӑ улпучӗсем те, хайранӗсем те тухнӑ, — Вавилон патши ӑна тыткӑна илнӗ, ку ӗҫ Навуходоносор саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тата патша керменӗнчи мӗнпур хаклӑ пурлӑха турттарса кайнӑ; унччен Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, Израиль патши Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарттарнӑ мӗнпур ылтӑн савӑта ватса-ҫӗмӗрсе тӑкнӑ;</verse>
				<verse number="14">вара пӗтӗм Иерусалима, мӗнпур аслӑ улпута, мӗнпур вӑйпитти ҫара, мӗнпур алӑстине, тимӗрҫе, — вунӑ пин ҫынна, — хӑваласа илсе кайнӑ; чухӑн хура халӑхсӑр пуҫне урӑх кунта никам та юлман.</verse>
				<verse number="15">Вӑл Иехонияна та Вавилона куҫарса кайнӑ; патша амӑшне те, патша арӑмӗсене те, унӑн хайранӗсене те, ҫав ҫӗрӗн аслӑ ҫыннисене те Иерусалимран Вавилона куҫарса кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫичӗ пин ҫынлӑ ҫара та, ӳнерҫӗсене те, ҫурт-йӗр тума пӗлекен пин ӑстана та, вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур сывӑ та паттӑр ҫынна та — пӗтӗмпех Вавилон патши Вавилона пурӑнма куҫарса кайнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вавилон патши вара Иерусалимра патша пулма Матфанийӑна — Иехония пиччӗшне — лартнӑ. Унӑн ятне Седекия тесе улӑштарнӑ.</verse>
				<verse number="18">Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Седекия, Иоаким пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Иерусалима та, Иудейӑна та питӗ вӑйлӑ ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ. Седекия ӗнтӗ Вавилон патшинчен уйрӑлнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Седекия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патнех ҫитнӗ те хула тавра тӑпрас купаласа тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Хулана вӑл Седекия патшара вунпӗрмӗш ҫул ларичченех хупӑрласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Тӑваттӑмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче хулара выҫлӑх ытла вӑйланса ҫитнӗ, хула халӑхӗн татӑк ҫӑкӑр та пулман.</verse>
				<verse number="4">Вара хулана ярса илнӗ, ҫӗрле ҫар ҫыннисем пурте икӗ хӳме хушшинчи ҫулпа патша сачӗ ҫывӑхӗнчи хапха еннелле чупса кайнӑ; халдейсем хула тавра тӑрса тухнӑ пулнӑ, патша вара тӳремлӗх енне каякан ҫулпа тухса тарнӑ.</verse>
				<verse number="5">Халдейсен ҫарӗ патшана хыҫран хӑваланӑ, ӑна Иерихон тӳремлӗхӗнче хуса ҫитнӗ. Патшан пӗтӗм ҫарӗ тарса пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="6">Патшана ӗнтӗ ярса тытнӑ, ӑна Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнӑ, ӑна ҫавӑнта сут тунӑ:</verse>
				<verse number="7">Седекия ывӑлӗсене ун куҫӗ умӗнчех чиксе пӑрахнӑ, Седекияна хӑйне суккӑрлатнӑ, унтан тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑрласа Вавилона илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ,</verse>
				<verse number="9">вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ;</verse>
				<verse number="10">сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="11">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан хулара тӑрса юлнӑ халӑха, хӑйсен енне — Вавилон патши енне — тарса пынисене те, ытти тӗрлӗ халӑха та тыткӑна илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ унта иҫӗм пахчисенче ӗҫлеме, ҫӗр ӗҫлеме питех те чухӑннисене ҫеҫ хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="13">Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ;</verse>
				<verse number="14">кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли тирӗксене те, калаксене те, ҫӗҫӗсене те, кашӑксене те, мӗнпур пӑхӑр савӑт-сапана та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="15">сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ылтӑнран та кӗмӗлтен тунӑ тӗтӗркӗчсене те, чашӑксене те хӑйпе пӗрле илнӗ;</verse>
				<verse number="16">Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, сапана илсе кайнӑ, ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.</verse>
				<verse number="17">Пӗр юпи вунсакӑр чике ҫӳллӗш пулнӑ; юпа тӑрринче пӑхӑртан тунӑ, виҫӗ чике ҫӳллӗш кӑшӑл пулнӑ; кӑшӑлӗ тавра — нар улмисемпе илемлетнӗ чӗнтӗр, пурне те пӑхӑртан тунӑ. Тепӗр юпи ҫинче те ҫавӑн пекех пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ аслӑ священника Сераияна, иккӗмӗш священника Цефанияна тата Турӑ Ҫурчӗн уратине сыхлакан виҫӗ хуралҫӑна тыткӑна илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="19">Тата вӑл ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулнӑ пӗр хайрана, патша умӗнче тӑнӑ пилӗк ҫынна тата ҫарӑн аслӑ ҫыруҫине, ҫак ҫӗрӗн халӑхне ҫар ӗретне ҫыраканскере, тата ҫӗршыв халӑхӗн хулара тупӑннӑ утмӑл ҫыннине илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="20">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан вӗсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="21">Вавилон патши вӗсене пӗтернӗ, вӗсене Емаф ҫӗрӗнчи Ривла хулинче вӗлернӗ. Иудейсене хӑйсен ҫӗрӗнчен тыткӑна хӑваласа кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑра хӑварнӑ халӑхӑн пуҫлӑхӗ пулма Годолийӑна — Шафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне — лартнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вавилон патши Годолийӑна пуҫлӑха лартнине пӗлсессӗн, ҫарпуҫсемпе вӗсен ҫыннисем Годолия патне Массифа хулине пынӑ, вӗсем ҫак ҫынсем пулнӑ: Нефания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗ Иоханан, Нетофафри Танхумеф ывӑлӗ Сераия, Мааха ҫыннин ывӑлӗ Иезания — ӗнтӗ ҫак ҫынсем тата вӗсен ҫыннисем пынӑ.</verse>
				<verse number="24">Годолия вӗсен умӗнче тата вӗсен ҫыннисем умӗнче тупа туса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса тӑрассинчен ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче вырӑнаҫӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, вара хӑвӑрах аван пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Анчах та ҫиччӗмӗш уйӑхра кунта Исмаил — Елишама ывӑлӗн Нефанийӑн ывӑлӗ, патша йӑхӗнчен тухнӑскер — вунӑ ҫынлӑ ушкӑнпа пырса ҫитнӗ те Годолийӑна тапӑннӑ, ӑна вӗлернӗ, унпа пӗрле Массифӑра пулнӑ иудейсене те, халдейсене те вӗлерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вара пӗтӗм халӑх, ватти-вӗтти таранах, вырӑнтан тапраннӑ та, халдейсенчен хӑраса, Египета куҫса кайнӑ.</verse>
				<verse number="27">Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан, ҫав ҫулӑн вуниккӗмӗш уйӑхӗнче, ҫав уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Евилмеродах хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иехонияна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ,</verse>
				<verse number="28">вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, вӑл ӑна хӑй патӗнчи Вавилонри патшасенчен мала хунӑ;</verse>
				<verse number="29">унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, вӑл ӗнтӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Вавилон патши патӗнче апатланса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="30">Пурӑнма мӗн кирлине ӑна кунран-кунах, хӑй виличченех, ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшаран парса тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="13">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Адам, Сиф, Енос,</verse>
				<verse number="2">Каинан, Малелеил, Иаред,</verse>
				<verse number="3">Енох, Мафусал, Ламех,</verse>
				<verse number="4">Ной, Сим, Хам тата Иафет.</verse>
				<verse number="5">Иафет ывӑлӗсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас.</verse>
				<verse number="6">Гомер ывӑлӗсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма.</verse>
				<verse number="7">Иаван ывӑлӗсем: Елиса, Фарсис, Киттим тата Доданим.</verse>
				<verse number="8">Хам ывӑлӗсем: Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан.</verse>
				<verse number="9">Хуш ывӑлӗсем: Сева, Хавила, Савта, Раама тата Савтеха. Раама ывӑлӗсем: Шева тата Дедан.</verse>
				<verse number="10">Хушран тата Нимрод ҫуралнӑ: ҫавӑ ҫӗр ҫинче паттӑра тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Мицраимран Лудим, Анамим, Легавим, Нафтухим,</verse>
				<verse number="12">Патрусим, Каслухим тата Кафторим ҫуралнӑ, Каслухимран филистимсем пулса кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ханаанран Сидон, унӑн малтанхи ывӑлӗ, ҫуралнӑ, унӑн тата Хет,</verse>
				<verse number="14">Иевусей, Аморрей, Гергесей,</verse>
				<verse number="15">Евей, Аркей, Синей,</verse>
				<verse number="16">Арвадей, Цемарей тата Хамафей ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="17">Сим ывӑлӗсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд тата Арам. [Арам ывӑлӗсем:] Уц, Хул, Гефер тата Мешех.</verse>
				<verse number="18">Арфаксадран [Каинан ҫуралнӑ, Каинанран вара] Сала ҫуралнӑ, Саларан Евер ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="19">Еверӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ: пӗрне Фалек тесе чӗннӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра ҫӗр пайланса кайнӑ; унӑн пӗртӑванӗ Иоктан ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иоктанран Алмодад, Шалеф, Хацармавет, Иерах,</verse>
				<verse number="21">Гадорам, Узал, Дикла,</verse>
				<verse number="22">Евал, Авимаил, Шева,</verse>
				<verse number="23">Офир, Хавила тата Иовав ҫуралнӑ. Ҫаксем пурте Иоктан ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="24">[Сим ывӑлӗсем вара:] Арфаксад, [Каинан,] Сала,</verse>
				<verse number="25">Евер, Фалек, Рагав,</verse>
				<verse number="26">Серух, Нахор, Фарра,</verse>
				<verse number="27">Аврам, вӑлах Авраам.</verse>
				<verse number="28">Авраам ывӑлӗсем: Исаак тата Измаил.</verse>
				<verse number="29">Вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Измаилӑн малтанхи ывӑлӗ Наваиоф, ун хыҫҫӑн Кедар, Адбеел, Мивсам,</verse>
				<verse number="30">Мишма, Дума, Масса, Хадад, Фема,</verse>
				<verse number="31">Иертур, Нафиш тата Кедма. Кусем — Измаил ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="32">Хеттуран, Авраам ҫум-арӑмӗн, ывӑлӗсем: вӑл Зимрана, Иокшана, Медана, Мадиана, Ишбака тата Шуаха ҫуратса панӑ. Иокшан ывӑлӗсем: Шева тата Дедан. [Дедан ывӑлӗсем: Рагуил, Навдеил, Ассуриим, Астусиим тата Асомин.]</verse>
				<verse number="33">Мадиан ывӑлӗсем: Ефа, Ефер, Ханох, Авида тата Елдага. Ҫаксем пурте — Хеттура ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="34">Авраамран Исаак ҫуралнӑ. Исаак ывӑлӗсем: Исав тата Израиль.</verse>
				<verse number="35">Исав ывӑлӗсем: Елифаз, Рагуил, Иеус, Иеглом тата Корей.</verse>
				<verse number="36">Елифаз ывӑлӗсем: Феман, Омар, Цефо, Гафам, Кеназ; [Фимна вара, Елифаз ҫум-арӑмӗ, ӑна] Амалика [ҫуратса панӑ].</verse>
				<verse number="37">Рагуил ывӑлӗсем: Нахаф, Зерах, Шамма тата Миза.</verse>
				<verse number="38">Сеир ывӑлӗсем: Лотан, Шовал, Цивеон, Ана, Дишон, Ецер тата Дишан.</verse>
				<verse number="39">Лотан ывӑлӗсем: Хори тата Гемам; Лотанпа пӗртӑван хӗр: Фимна.</verse>
				<verse number="40">Шовал ывӑлӗсем: Алеан, Манахаф, Евал, Шефо тата Онам. Цивеон ывӑлӗсем: Аиа тата Ана.</verse>
				<verse number="41">Ана ачисем: Дишон [тата Ана хӗрӗ Оливема]. Дишон ывӑлӗсем: Хемдан, Ешбан, Ифран тата Херан.</verse>
				<verse number="42">Ецер ывӑлӗсем: Билган, Зааван тата Акан. Дишан ывӑлӗсем: Уц тата Аран.</verse>
				<verse number="43">Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑма пуҫличченех Эдом ҫӗрӗнче патшасем пулнӑ, вӗсем ҫаксем: Бела, Веор ывӑлӗ, унӑн хули Дингава ятлӑ;</verse>
				<verse number="44">Бела вилсессӗн ун вырӑнне Иовав, Зерах ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл Восора ҫынни пулнӑ.</verse>
				<verse number="45">Иовав вилсессӗн ун вырӑнне Хушам патшана ларнӑ, вӑл Феман ҫӗрӗнчен пулнӑ.</verse>
				<verse number="46">Хушам вилсессӗн ун вырӑнне Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл мадиансене Моав хирӗнче аркатса тӑкнӑ пулнӑ; ун хули Авив ятлӑ.</verse>
				<verse number="47">Гадад вилсессӗн ун вырӑнне Самла патшана ларнӑ, вӑл Масрека ҫынни пулнӑ.</verse>
				<verse number="48">Самла вилсессӗн ун вырӑнне Саул патшана ларнӑ, вӑл шыв хӗрринче вырӑнаҫнӑ Реховоф ҫынни пулнӑ.</verse>
				<verse number="49">Саул вилсессӗн ун вырӑнне Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, патшана ларнӑ.</verse>
				<verse number="50">Баал-Ханан вилсессӗн ун вырӑнне Гадар патшана ларнӑ; ун хули Пау ятлӑ; арӑмӗн ячӗ Мегетавеель, вӑл Мезагав хӗрӗн Матредӑн хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="51">Гадар та вилнӗ. Эдомӑн пуҫлӑхсем пулнӑ: Фимна пуҫлӑх, Алва пуҫлӑх, Иетеф пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="52">Оливема пуҫлӑх, Эла пуҫлӑх, Пинон пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="53">Кеназ пуҫлӑх, Феман пуҫлӑх, Мивцар пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="54">Магдиил пуҫлӑх, Ирам пуҫлӑх. Ҫаксем Идумея пуҫлӑхӗсем пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Акӑ Израиль ывӑлӗсем: Рувим, Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Завулон,</verse>
				<verse number="2">Дан, Иосиф, Вениамин, Неффалим, Гад тата Асир.</verse>
				<verse number="3">Иуда ывӑлӗсем: Ир, Онан тата Шела, — Шуа ятлӑ ханаан хӗрӗнчен унӑн виҫӗ ача ҫуралнӑ. Ир, Иудӑн малтанхи ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа Вӑл ӑна вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="4">Фамарь, унӑн кинӗ, ӑна Фареспа Зарана ҫуратса панӑ. Мӗнпурӗ Иудӑн пилӗк ывӑл пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Фарес ывӑлӗсем: Есром тата Хамул.</verse>
				<verse number="6">Зара ывӑлӗсем: Зимри, Ефан, Еман, Халкол тата Дара — мӗнпурӗ вӗсем пиллӗкӗн.</verse>
				<verse number="7">Харми ывӑлӗсем: Ахар, тупаланине пӑсса, Израиле инкек илсе ҫитернӗскер.</verse>
				<verse number="8">Ефан ывӑлӗ: Азария.</verse>
				<verse number="9">Есромран ҫуралнӑ ывӑлсем: Иерахмеил, Арам тата Хелувай.</verse>
				<verse number="10">Арамран вара Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон, Иуда ывӑлӗсен ҫулпуҫӗ, ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="11">Наассонран Салмон ҫуралнӑ, Салмонран Вооз ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="12">Воозран Овид ҫуралнӑ, Овидран Иессей ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="13">Иессейрен — малтанхи ывӑлӗ Елиав, иккӗмӗшӗ — Аминадав, виҫҫӗмӗшӗ — Самма,</verse>
				<verse number="14">тӑваттӑмӗшӗ — Нафанаил, пиллӗкӗмӗшӗ — Раддай,</verse>
				<verse number="15">улттӑмӗшӗ — Оцем, ҫиччӗмӗшӗ Давид ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсемпе пӗртӑван хӗрсем: Саруия тата Авигея. Саруия ывӑлӗсем: Авесса, Иоав тата Азаил — виҫҫӗн.</verse>
				<verse number="17">Авигея Амессана ҫуратнӑ; Амессан ашшӗ Измаил ҫынни Иефер пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Халевӑн — Есром ывӑлӗн — хӑйӗн арӑмӗсенчен Азувӑран тата Иериофӑран ҫак ывӑлсем ҫуралнӑ: Иешер, Шовав тата Ардон.</verse>
				<verse number="19">Азува вилсессӗн Халев Ефрафӑна [качча] илнӗ, вӑл ӑна Хура ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="20">Хуртан Урий ҫуралнӑ, Урийрен Веселиил ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="21">Каярах Есром Галаад ашшӗн, Махирӑн, хӗрӗ патне кӗнӗ, ӑна хӑй утмӑлта чухне качча илнӗ, вӑл вара ӑна Сегува ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="22">Сегувран Иаир ҫуралнӑ, Иаирӑн Галаад ҫӗрӗнче ҫирӗм виҫӗ хула пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Анчах Гессурпа Сири ҫыннисем Иаир хулисене — Кенафпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, утмӑл хулана — туртса илнӗ. Ҫак хуласем пурте Махир ывӑлӗсен хулисем пулнӑ, Махир вӑл Галаад ашшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Есром Халев-Ефрафӑра вилнӗ. Вӑл вилсессӗн унӑн арӑмӗ Авия ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Ашхура тесе чӗннӗ, вӑл Фекоя ашшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Есромӑн малтанхи ывӑлӗн Иерахмеилӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхийӗ Рам, ун хыҫҫӑнхисем Вуна, Орен, Оцем тата Ахия.</verse>
				<verse number="26">Иерахмеилӑн тепӗр арӑм та пулнӑ, ӑна Афара тесе чӗннӗ; вӑл — Онам амӑшӗ.</verse>
				<verse number="27">Иерахмеилӑн малтанхи ывӑлӗн Рамӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Маац, Иамин тата Екер.</verse>
				<verse number="28">Онам ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Шаммай тата Иада. Шаммай ывӑлӗсем: Надав тата Авишур.</verse>
				<verse number="29">Авишур арӑмне Авихаиль тесе чӗннӗ, вӑл Ахбанпа Молида ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="30">Надав ывӑлӗсем: Селед тата Афаим. Селед ача-пӑчаллӑ пулмасӑрах вилнӗ.</verse>
				<verse number="31">Афаим ывӑлӗ: Иший. Иший ывӑлӗ: Шешан. Шешан ывӑлӗ: Ахлай.</verse>
				<verse number="32">Шаммайпа пӗртӑван Иада ывӑлӗсем: Иефер тата Ионафан. Иефер ача-пӑчаллӑ пулмасӑрах вилнӗ.</verse>
				<verse number="33">Ионафан ывӑлӗсем: Пелеф тата Заза. Ҫаксем — Иерахмеил ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="34">Шешанӑн ывӑлсем пулман, хӗрсем ҫеҫ пулнӑ. Шешанӑн чури Египет ҫынни пулнӑ, ӑна Иарха тесе чӗннӗ;</verse>
				<verse number="35">Шешан хӑйӗн хӗрне [хӑйӗн чурине] Иархӑна качча панӑ: вӑл упӑшкине Аттая ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="36">Аттайран Нафан ҫуралнӑ, Нафанран Завад ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="37">Завадран Ефлал ҫуралнӑ, Ефлалран Овид ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="38">Овидран Иеуй ҫуралнӑ, Иеуйран Азария ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="39">Азарияран Хелец ҫуралнӑ, Хелецран Елеаса ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="40">Елеасӑран Сисмай ҫуралнӑ, Сисмайран Саллум ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="41">Саллумран Иекамия ҫуралнӑ, Иекамийӑран Елишама ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="42">Иерахмеилпа пӗртӑван Халев ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Меша, вӑл — Зиф ашшӗ; иккӗмӗш ывӑлӗ — Мареша, вӑл — Хеврон ашшӗ.</verse>
				<verse number="43">Хеврон ывӑлӗсем: Корей, Таппаух, Рекем тата Шема.</verse>
				<verse number="44">Шемаран вара Иоркеам ашшӗ Рахам ҫуралнӑ; Рекемрен Шаммай ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="45">Шаммай ывӑлӗ — Маон, вӑл — Беф-Цур ашшӗ.</verse>
				<verse number="46">Ефа, Халевӑн ҫум-арӑмӗ, Харана, Моцана тата Газеза ҫуратнӑ; Харанран Газез ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="47">Иегдай ывӑлӗсем: Регем, Иофам, Гешан, Пелет, Ефа тата Шааф.</verse>
				<verse number="48">Мааха, Халевӑн ҫум-арӑмӗ, Шевера тата Фирханана ҫуратнӑ;</verse>
				<verse number="49">вӑлах Мадманна ашшӗне Шаафа тата Шевана — Махбена ашшӗпе Гивея ашшӗне — ҫуратса панӑ. Халев хӗрӗ вара — Ахса.</verse>
				<verse number="50">Халев ывӑлӗсем ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Хур, ӑна Ефрафа ҫуратнӑ; Хур ывӑлӗсем — Шовал, вӑл — Кириаф-Иарим ашшӗ;</verse>
				<verse number="51">Салма, Вифлеем ашшӗ; Хареф, Бефгадер ашшӗ.</verse>
				<verse number="52">Шовалӑн, Кириаф-Иарим ашшӗн, ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Реаия тата Манахатӑн ҫур ӑрӑвӗ.</verse>
				<verse number="53">Кириаф-Иарим ӑрӑвӗсем: Ифер, Фут, Шума, Мишра ҫыннисем. Вӗсенчен вара Цора тата Ештаол ҫыннисем пулса кайнӑ.</verse>
				<verse number="54">Салма ывӑлӗсем: Вифлеем тата Нетофа ҫыннисем, Атрот-бет-иоав, Манахатӑн ҫур ӑрӑвӗ — Цора ҫыннисем,</verse>
				<verse number="55">тата Иабецра пурӑннӑ ҫыруҫӑсен ӑрӑвӗсем, Тира, Шима, Суха ҫыннисем: вӗсем — Хамаф ӑрӑвӗнчен, Бетрехав ашшӗ ӑрӑвӗнчен, тухнӑ Кеней ҫыннисем пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея;</verse>
				<verse number="2">виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="3">пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, —</verse>
				<verse number="4">ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.</verse>
				<verse number="5">Иерусалимра вара унӑн ҫаксем ҫуралнӑ: Шима, Шовав, Нафан тата Соломон, кусем, тӑваттӑшӗ, — Вирсавияран, Аммиил хӗрӗнчен, ҫуралнисем;</verse>
				<verse number="6">тата Ивхар, Елишама, Елифелет,</verse>
				<verse number="7">Ногаг, Нефег, Иафия,</verse>
				<verse number="8">Елишама, Елиада тата Елифелет — пурӗ тӑххӑрӑн.</verse>
				<verse number="9">Ҫаксем ӗнтӗ — Давидӑн мӗнпур ывӑлӗ. Вӗсемпе пӗртӑван Фамарь ятлӑ хӗр пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Давидӑн тата ҫум-арӑмӗсенчен ҫуралнӑ ывӑлсем те пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Соломон ывӑлӗ Ровоам; унӑн ывӑлӗ Авия, унӑн ывӑлӗ Аса, унӑн ывӑлӗ Иосафат,</verse>
				<verse number="11">унӑн ывӑлӗ Иорам, унӑн ывӑлӗ Охозия, унӑн ывӑлӗ Иоас,</verse>
				<verse number="12">унӑн ывӑлӗ Амасия, унӑн ывӑлӗ Азария, унӑн ывӑлӗ Иофам,</verse>
				<verse number="13">унӑн ывӑлӗ Ахаз, унӑн ывӑлӗ Езекия, унӑн ывӑлӗ Манассия,</verse>
				<verse number="14">унӑн ывӑлӗ Амон, унӑн ывӑлӗ Иосия пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Иосия ывӑлӗсем: малтанхи — Иоахаз, иккӗмӗшӗ — Иоаким, виҫҫӗмӗшӗ — Седекия, тӑваттӑмӗшӗ — Селлум.</verse>
				<verse number="16">Иоаким ывӑлӗсем: Иехония тата Седекия.</verse>
				<verse number="17">Иехония ывӑлӗсем: Асир, унӑн ывӑлӗ Салафиил;</verse>
				<verse number="18">Малкирам, Федаия, Шенацар, Иезекия, Гошама тата Савадия.</verse>
				<verse number="19">Федаия ывӑлӗсем: Зоровавель тата Шимей. Зоровавель ывӑлӗсем: Мешуллам тата Ханания, вӗсемпе пӗртӑван хӗр Шеломиф пулнӑ;</verse>
				<verse number="20">унтан тата пиллӗкӗн: Хашува, Огел, Берехия, Хасадия тата Иушав-Хесед.</verse>
				<verse number="21">Ханания ывӑлӗсем: Фелатия тата Исаия; унӑн ывӑлӗ Рефаия, унӑн ывӑлӗ Арнан, унӑн ывӑлӗ Овадия, унӑн ывӑлӗ Шехания.</verse>
				<verse number="22">Шехания ывӑлӗ: Шемаия; Шемаия ывӑлӗсем: Хаттуш, Игеал, Бариах, Неария тата Шафат — улттӑн.</verse>
				<verse number="23">Неария ывӑлӗсем: Елиоенай, Езекия тата Азрикам — виҫҫӗн.</verse>
				<verse number="24">Елиоенай ывӑлӗсем: Годавьягу, Елеашив, Фелаия, Аккув, Иоханан, Делаия тата Анани — ҫиччӗн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Иуда ывӑлӗсем: Фарес, Есром, Харми, Хур тата Шовал.</verse>
				<verse number="2">Реаияран, Шовал ывӑлӗнчен, Иахаф ҫуралнӑ; Иахафран Ахум тата Лагад ҫуралнӑ: вӗсенчен Цора ӑрӑвӗсем пулса кайнӑ.</verse>
				<verse number="3">Етам ывӑлӗсем ҫаксем: Изреель, Ишма тата Идбаш, вӗсемпе пӗртӑван Гацлелпони ятлӑ хӗр пулнӑ,</verse>
				<verse number="4">Гедор ашшӗ Пенуел, Хуш ашшӗ Езер. Ҫаксем ӗнтӗ — Вифлеем ашшӗн Ефрафӑн малтанхи ывӑлӗнчен Хуртан ҫуралнӑ ывӑлсем.</verse>
				<verse number="5">Ахшурӑн, Фекоя ашшӗн, икӗ арӑм пулнӑ: Хела тата Наара.</verse>
				<verse number="6">Наара ӑна Ахузама, Хефера, Фимние тата Ахашфарие ҫуратса панӑ; кусем ӗнтӗ — Наара ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="7">Хела ывӑлӗсем: Цереф, Цохар тата Ефнан.</verse>
				<verse number="8">Коцран вара Анув, Цовев тата Гарум ывӑлӗн Ахархелӑн ӑрӑвӗсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="9">Иавис хӑйпе пӗртӑван пиччӗшӗ-шӑллӗсенчен чи сумлӑраххи пулнӑ. Амӑшӗ: «эпӗ ӑна чирлӗ ҫуратрӑм» тесе, ӑна Иавис ят панӑ.</verse>
				<verse number="10">Иавис вара Израиль Туррине тархасласа ҫапла каланӑ: эй Турӑ, Эсӗ мана Хӑвӑн пиллӗхӳпе пиллесемччӗ, манӑн ҫӗрсене аслатсамччӗ, Санӑн аллу, мана усалтан сыхласа, манпа пӗрле пулинччӗ, эпӗ вара хуйхӑрмӑттӑм!.. тенӗ. Турӑ ӗнтӗ ӑна вӑл мӗн ыйтнине панӑ.</verse>
				<verse number="11">Шухапа пӗртӑван Хелувран вара Махир ҫуралнӑ: вӑл — Ештон ашшӗ.</verse>
				<verse number="12">Ештонран Беф-Рафа, Пасеах тата Техинна — Наас хулин ашшӗ, [Кенезей ҫыннипе Селомпа тата Ахазпа пӗртӑванскер,] — ҫуралнӑ; кусем Реха ҫыннисем пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Кеназ ывӑлӗсем: Гофониил тата Сераия. Гофониил ывӑлӗ: Хафаф.</verse>
				<verse number="14">Меоно-файран Офра ҫуралнӑ; Сераияран Иов ҫуралнӑ, вӑл — Каскалакансен айлӑмне пуҫарса яраканӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем йывӑҫ каскалакансем пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Халевӑн, Иефонния ывӑлӗн, ывӑлӗсем: Ир, Ила тата Наам. Ила ывӑлӗ — Кеназ.</verse>
				<verse number="16">Иегаллелел ывӑлӗсем: Зиф, Зифа, Фирия тата Асареел.</verse>
				<verse number="17">Езра ывӑлӗсем: Иефер, Меред, Ефер тата Иалон; фараон хӗрне Бифьяна качча илнӗ Мередран ӗнтӗ Мером, Шаммай тата Ишбах ҫуралнӑ. Ишбах вӑл Ешфемоа ашшӗ пулнӑ. Мередӑн тата тепӗр арӑм, Иудия, пулнӑ, вӑл ӑна Гедор ашшӗне Иереда, Сохо ашшӗне Хевера тата Занаох ашшӗне Иекуфиила ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="18"></verse>
				<verse number="19">Нахампа, Кеила ашшӗпе, пӗртӑван хӗр вара Годия арӑмӗ пулнӑ, вӗсен ывӑлӗсем: Гарми тата Ешфемоа — Мааха ҫыннисем.</verse>
				<verse number="20">Симеон ывӑлӗсем: Амнон, Ринна, Бенханан тата Филон. Иший ывӑлӗсем: Зохеф тата Бензохеф.</verse>
				<verse number="21">Иуда ывӑлӗн Силомӑн ывӑлӗсем: Леха ашшӗ Ир, Мареша ашшӗ Лаеда тата Бет-Ашбеара виссон тӗртсе пурӑнакан кил-йышсем,</verse>
				<verse number="22">Иоким, Хозева ҫыннисем, Моав ҫӗрне тытса тӑнӑ Иоашпа Сараф тата Иашувилехем; ку ӗнтӗ ӗлӗк-авалах пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем чӳлмекҫӗсем пулнӑ, Нетаим хулипе Гедер хулинче пурӑннӑ, патшашӑн ӗҫлесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Симеон ывӑлӗсем: Немуил, Иамин, Иарив, Зерах тата Саул.</verse>
				<verse number="25">Саул ывӑлӗ Шаллум; унӑн ывӑлӗ Мивсам; унӑн ывӑлӗ Мишма.</verse>
				<verse number="26">Мишма ывӑлӗ: Хаммуил; унӑн ывӑлӗ Закур; унӑн ывӑлӗ Шимей.</verse>
				<verse number="27">Шимейӑн вунултӑ ывӑл та ултӑ хӗр пулнӑ; унпа пӗртӑванӗсен ывӑлӗсем нумаях пулман, вӗсен ӑрӑвӗ те, Иуда ӑрӑвӗпе танлаштарсассӑн, йышлах пулман.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем Вирсавияра, Моладра, Хацаршуалта,</verse>
				<verse number="29">Билгӑра, Ецемра, Фоладра,</verse>
				<verse number="30">Вефуилта, Хормӑра, Циклагра,</verse>
				<verse number="31">Беф-Маркавофра, Хацарсусимра, Беф-Биреире тата Шааримра пурӑннӑ. Ҫак хуласенче вӗсем Давид патшана ларичченех пурӑннӑ,</verse>
				<verse number="32">ҫав хуласем таврашӗнче тата Етам, Аин, Риммон, Фокен тата Ашан, — пилӗк хула, — пулнӑ.</verse>
				<verse number="33">Ҫак хуласен таврашӗнчи ялсем те Ваала ҫитичченех вӗсен пулнӑ; вӗсем пурӑннӑ вырӑнсем, вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ пулать ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="34">Мешовав, Иамлех тата Амассия ывӑлӗ Иосия,</verse>
				<verse number="35">Иоил, Иошиви ывӑлӗ Иегу, — Иошиви вӑл — Сераия ывӑлӗ, Сераия — Асиил ывӑлӗ, —</verse>
				<verse number="36">Елиоенай, Иаков, Ишохаия, Асаия, Адиил, Ишимиил тата Ванея,</verse>
				<verse number="37">Шифий ывӑлӗ Зиза, — Зиза вӑл — Шифий ывӑлӗ, Шифий — Аллон ывӑлӗ, Аллон — Иедаия ывӑлӗ, Иедаия — Шимрий ывӑлӗ, Шимрий — Шемаия ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="38">Асӑнса тухнӑ ҫак ҫынсем хӑйсен ӑрӑвӗсен ҫулпуҫӗсем пулнӑ, вӗсен тӑхӑмӗсем питӗ анлӑн сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="39">Вӗсем, кӗтӗвӗсем валли вырӑн шыраса, Герара патнех — айлӑмӑн хӗвелтухӑҫӗ еннех — ҫитнӗ;</verse>
				<verse number="40">вара кӗтӳ ҫӳретмелли пулӑхлӑ, лайӑх, анлӑ, лӑпкӑ та шанчӑклӑ ҫӗрсем тупнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем киличчен кунта пӗчӗк йышлӑ Хам ҫыннисем ҫеҫ пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="41">Вӗсем, ятран ҫырӑннӑскерсем, унта Иуда патши Езекия вӑхӑтӗнче пырса ҫитнӗ, унти куҫса ҫӳрекенсене те, пӗр вырӑнта пурӑнакансене те аркатса тӑкнӑ, вӗсене яланлӑхах тӗп туса вӗсен вырӑнне йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унта вӗсем валли кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="42">Симеон ывӑлӗсемех пилӗкҫӗр ҫын Сеир тӑвӗ патне кайнӑ, вӗсене Иший ывӑлӗсем — Фелатия, Неария, Рефаия тата Узиил — ертсе пынӑ;</verse>
				<verse number="43">вӗсем унта сыхланса юлнӑ амаликсен йӑлкӑмне аркатса тӑкнӑ та, хӑйсем паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем, — хӑй вӑл малтанхийӗ; анчах вӑл ашшӗн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсӗрлетнӗ те, вара малтанхи ывӑл тивӗҫне Иосиф ывӑлӗсене панӑ, ҫавӑнпа Рувима йӑх-кӑк кӗнекинче малтанхийӗ тесе ҫырма юраман;</verse>
				<verse number="2">Иуда хӑйпе пӗртӑванӗсенчен пуринчен те вӑйли пулнӑ, унӑн кил-йышӗнчен ҫулпуҫ тухнӑ, анчах ҫавах малтанхи ывӑл тивӗҫӗ Иосиф ҫине куҫнӑ.</verse>
				<verse number="3">Рувимӑн, Израилӗн малтанхи ывӑлӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Ханох, Фаллу, Хецрон тата Харми.</verse>
				<verse number="4">Иоиль ывӑлӗсем: Шемая, унӑн ывӑлӗ; Шемая ывӑлӗ Гог, унӑн ывӑлӗ Шимей,</verse>
				<verse number="5">унӑн ывӑлӗ Миха, унӑн ывӑлӗ Реаия, унӑн ывӑлӗ Ваал,</verse>
				<verse number="6">унӑн ывӑлӗ Беера, ӑна Ассири патши Феглафелласар тыткӑна илсе кайнӑ. Вӑл Рувим ҫыннисен ҫулпуҫӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Унӑн тӑванӗсене, вӗсен ӑрӑвӗсене пурне те йӑх-кӑк кӗнеки тӑрӑх кӑтартсассӑн ҫапла пулать: чи асли Иеиель, унтан Захария,</verse>
				<verse number="8">унтан Бела, Бела вӑл Азаз ывӑлӗ пулнӑ, Азаз — Шема ывӑлӗ, Шема — Иоиль ывӑлӗ. Вӑл пурӑнакан ҫӗр Ароертан пуҫланса Невона тата Ваал-Меона ҫитиччен сарӑлса выртнӑ;</verse>
				<verse number="9">тухӑҫ енчи ҫӗрӗ вара пушхир чикки патнех, Евфрат шывӗ патнех ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Галаад ҫӗрӗнче вӗсен кӗтӗвӗсем йышлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Саул вӑхӑтӗнче вӗсем Агарь ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене аркатса тӑкнӑ, Галаад ҫӗрӗн пӗтӗм тухӑҫ енне ярса илнӗ те ҫавӑнта Агарь чатӑрӗсенче пурӑнма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="11">Гад ывӑлӗсем вӗсемпе тӗлме-тӗл Васан ҫӗрӗнче, Салха хулине ҫити тӑсӑлакан ҫӗр ҫинче, пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="12">Васанра чи асли Иоиль, иккӗмӗшӗ Шафан, унтан Иаанайпа Шафат пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсен тӑванӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗпе пурӑнаканскерсем: Михаил, Мешуллам, Шева, Иорай, Иаакан, Зия тата Евер — ҫиччӗн.</verse>
				<verse number="14">Ҫаксем ӗнтӗ Авихаил ывӑлӗсем пулнӑ, Авихаил хӑй — Хурий ывӑлӗ, Хурий — Иароах ывӑлӗ, Иароах — Галаад ывӑлӗ, Галаад — Михаил ывӑлӗ, Михаил — Иешишай ывӑлӗ, Иешишай — Иахдо ывӑлӗ, Иахдо — Буз ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="15">Ахи — Гуни ывӑлӗн Авдиилӑн ывӑлӗ — хӑй ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем хӑйсем виличченех Галаадра, Васанра, ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче тата Сарон йӗри-тавра пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсене пурне те Иудея патши Иоафам вӑхӑтӗнче тата Израиль патши Иеровоам вӑхӑтӗнче шута илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="18">Рувимпа Гад тӑхӑмӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен паттӑр ҫынсем, хӗҫпе те хулканпа авӑрланнӑскерсем, ухӑпа перекенсем, вӑрҫӑ вӑрҫма пӗлекенсем, ҫапӑҫма хатӗр ҫынсем хӗрӗх тӑватӑ пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн шутланнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем Агарь ҫыннисемпе, Иетурпа, Нафишпа тата Надавпа ҫапӑҫнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫапӑҫура вӗсене пулӑшу ҫитнӗ, Агарь ҫыннисем те, ҫавсен мӗнпур пурлӑхӗ те вӗсен аллине куҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Турра тархасланӑ, Турра шанса тӑнине курса, Вӑл вӗсем тархасланине илтнӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем Агарь ҫыннисен кӗтӗвӗсене ярса илнӗ: аллӑ пин пуҫ тӗве, икҫӗр аллӑ пин пуҫ вак выльӑх, икӗ пин пуҫ ашак; тата ҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ;</verse>
				<verse number="22">вилнисем питӗ нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫапӑҫу Турӑран килнӗ. Ҫак вырӑнта вӗсем хӑйсене урӑх ҫӗре куҫарса кайичченех пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="23">Манассия ҫур йӑхӗн тӑхӑмӗсем Васанран пуҫласа Ваал-Ермон патне ҫитиччен, Сенир тата Ермон патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗрсем ҫинче пурӑннӑ; вӗсем йышлӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Ефер, Ишьи, Елиил, Азриил, Иеремия, Годавия тата Иагдиил — тӗреклӗ, ятлӑ-сумлӑ арсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем.</verse>
				<verse number="25">Анчах вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, хӑйсен умӗнчен Турӑ хӑваласа янӑ халӑхсен, ҫав ҫӗрте пурӑннӑ халӑхсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса пурӑнма тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="26">Израиль Турри ӗнтӗ Ассири патшин Фулӑн — Ассири патшин Феглафелласарӑн — кӑмӑлне хускатса янӑ та, вӑл вара Рувимпа Гад ҫыннисене тата Манассиян ҫур йӑхне хӑйсем пурӑнакан ҫӗртен хӑваласа кӑларса Халах, Хавор, Ара теекен вырӑнсене, Гозан шывӗ хӗррине куҫарнӑ, — вӗсем халӗ те унтах пурӑнаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.</verse>
				<verse number="2">Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил.</verse>
				<verse number="3">Амрам ачисем: Аарон, Моисей тата Мариам. Аарон ывӑлӗсем: Надав, Авиуд, Елеазар тата Ифамар.</verse>
				<verse number="4">Елеазартан Финеес ҫуралнӑ, Финеесран Авишуй ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="5">Авишуйран Буккий ҫуралнӑ, Буккийрен Озия ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="6">Озияран Зерахия ҫуралнӑ, Зерахияран Мераиоф ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="7">Мераиофран Амария ҫуралнӑ, Амарияран Ахитув ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="8">Ахитувран Садок ҫуралнӑ, Садокран Ахимаас ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="9">Ахимаасран Азария ҫуралнӑ, Азарияран Иоанан ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="10">Иоананран Азария ҫуралнӑ, — ку вӑл Соломон Иерусалимра туса лартнӑ Турӑ Ҫуртӗнче священник пулнӑскер.</verse>
				<verse number="11">Азарияран Амария ҫуралнӑ, Амарияран Ахитув ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="12">Ахитувран Садок ҫуралнӑ; Садокран Селлум ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="13">Селлумран Хелкия ҫуралнӑ, Хелкияран Азария ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="14">Азарияран Сераия ҫуралнӑ, Сераияран Иоседек ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа иудейсене тата Иерусалим ҫыннисене Навуходоносор аллипе урӑх ҫӗре куҫарнӑ чухне ҫак Иоседека тыткӑна илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫапла ӗнтӗ Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.</verse>
				<verse number="17">Акӑ Гирсон ывӑлӗсен ячӗсем: Ливни тата Шимей.</verse>
				<verse number="18">Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил.</verse>
				<verse number="19">Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Акӑ Левий ӑрӑвӗсен тӑхӑмӗсем.</verse>
				<verse number="20">Гирсон тӑхӑмӗсем: унӑн ывӑлӗ Ливни; унӑн ывӑлӗ Иахав; унӑн ывӑлӗ Зимма;</verse>
				<verse number="21">унӑн ывӑлӗ Иоах; унӑн ывӑлӗ Иддо; унӑн ывӑлӗ Зерах; унӑн ывӑлӗ Иеафрай.</verse>
				<verse number="22">Кааф ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Аминадав; унӑн ывӑлӗ Корей; унӑн ывӑлӗ Асир;</verse>
				<verse number="23">унӑн ывӑлӗ Елкана; унӑн ывӑлӗ Евиасаф; унӑн ывӑлӗ Асир;</verse>
				<verse number="24">унӑн ывӑлӗ Тахаф; унӑн ывӑлӗ Уриил; унӑн ывӑлӗ Узия; унӑн ывӑлӗ Саул.</verse>
				<verse number="25">Елкана ывӑлӗсем: Амасай тата Ахимоф.</verse>
				<verse number="26">Ахимоф ывӑлӗ Елкана; унӑн ывӑлӗ Цофай; унӑн ывӑлӗ Нахаф;</verse>
				<verse number="27">унӑн ывӑлӗ Елиаф; унӑн ывӑлӗ Иерохам; унӑн ывӑлӗ Елкана; [унӑн ывӑлӗ Самуил].</verse>
				<verse number="28">Самуил ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Иоиль, иккӗмӗшӗ — Авия.</verse>
				<verse number="29">Мерари ывӑлӗсем: Махли; унӑн ывӑлӗ Ливни; унӑн ывӑлӗ Шимей; унӑн ывӑлӗ Уза;</verse>
				<verse number="30">унӑн ывӑлӗ Шима; унӑн ывӑлӗ Хаггия; унӑн ывӑлӗ Асаия.</verse>
				<verse number="31">Саккун арчине Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вырӑнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Давид ҫак ҫынсене унти юрӑҫсен пуҫлӑхӗсем пулма лартнӑ.</verse>
				<verse number="32">Вӗсем Соломон Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗ туса лартичченех, юрӑҫсем пулса, пуху чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем хӑйсен йӗркипе туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="33">Акӑ вӗсем, ҫак ӗҫе хӑйсен ывӑлӗсемпе пӗрле туса тӑнӑ ҫынсем: Кааф ывӑлӗсенчен — Еман юрӑҫӑ, вӑл — Иоиль ывӑлӗ, Иоиль — Самуил ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="34">Самуил — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Елиил ывӑлӗ, Елиил — Тоах ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="35">Тоах — Цуф ывӑлӗ, Цуф — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Махаф ывӑлӗ, Махаф — Амасай ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="36">Амасай — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Иоиль ывӑлӗ, Иоиль — Азария ывӑлӗ, Азария — Цефания ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="37">Цефания — Тахаф ывӑлӗ, Тахаф — Асир ывӑлӗ, Асир — Авиасаф ывӑлӗ, Авиасаф — Корей ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="38">Корей — Ицгар ывӑлӗ, Ицгар — Кааф ывӑлӗ, Кааф — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="39">Асаф вара Еман тӑванӗ пулнӑ, вӑл унран сылтӑм енче тӑнӑ, Асаф вӑл — Берехия ывӑлӗ, Берехия — Шима ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="40">Шима — Михаил ывӑлӗ, Михаил — Ваасея ывӑлӗ, Ваасея — Малхия ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="41">Малхия — Ефний ывӑлӗ, Ефний — Зерах ывӑлӗ, Зерах — Адаия ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="42">Адаия — Ефан ывӑлӗ, Ефан — Зимма ывӑлӗ, Зимма — Шимий ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="43">Шимий — Иахаф ывӑлӗ, Иахаф — Гирсон ывӑлӗ, Гирсон — Левий ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="44">Мерари ывӑлӗсем — Еманпа Асаф тӑванӗсем — юрланӑ чухне Еманран сулахай енче тӑнӑ: Ефан вӑл — Киший ывӑлӗ, Киший — Авдий ывӑлӗ, Авдий — Маллух ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="45">Маллух — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Амасия ывӑлӗ, Амасия — Хелкия ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="46">Хелкия — Амций ывӑлӗ, Амций — Ваний ывӑлӗ, Ваний — Шемер ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="47">Шемер — Махлий ывӑлӗ, Махлий — Муший ывӑлӗ, Муший — Мерари ывӑлӗ, Мерари — Левий ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="48">Вӗсемпе тӑванлӑ левитсем Турӑ Ҫуртӗнче тӗрлӗ ӗҫсем туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="49">Ааронпа унӑн ывӑлӗсем вара парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳрсе тӑнӑ, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ; вӗсем Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри таса ӗҫсене тунӑ тата, Турӑ чури Моисей вӗрентсе хӑварнӑ пек, Израиль халӑхне ҫылӑхӗсенчен тасатса, уншӑн кӗлтуса, парне кӳрсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="50">Акӑ Аарон ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Елеазар; Елеазар ывӑлӗ Финеес; Финеес ывӑлӗ Авиуд;</verse>
				<verse number="51">Авиуд ывӑлӗ Буккий; Буккий ывӑлӗ Уззий; Уззий ывӑлӗ Зерахия;</verse>
				<verse number="52">Зерахия ывӑлӗ Мераиоф; Мераиоф ывӑлӗ Амария; Амария ывӑлӗ Ахитув;</verse>
				<verse number="53">Ахитув ывӑлӗ Садок; Садок ывӑлӗ Ахимаас.</verse>
				<verse number="54">Акӑ Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсем пурӑнакан ял-хула: пӗрремӗш шӑпа Кааф ӑрӑвне тухнӑ,</verse>
				<verse number="55">вӗсене Иуда ҫӗрӗнчи Хеврон хулине тата ун таврашӗнчи уй-хире панӑ;</verse>
				<verse number="56">ҫак хула хирӗсене тата ялӗсене вара Халева, Иефонния ывӑлне, панӑ.</verse>
				<verse number="57">Аарон ывӑлӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Хевронпа Ливнӑна тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире, Иаттир хулипе Ештемоа хулине тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире,</verse>
				<verse number="58">Хилен хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Давир хулипе ун таврашӗнчи уй-хире,</verse>
				<verse number="59">Ашан хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Вефсамис хулипе ун таврашӗнчи уй-хире панӑ;</verse>
				<verse number="60">Вениамин йӑхӗ вара вӗсене Гева хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Аллемеф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Анафоф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, — пӗтӗмпе Кааф ӑрӑвне вунвиҫӗ хула панӑ.</verse>
				<verse number="61">Кааф ывӑлӗсене ҫак йӑхӑн ытти кил-йышне, шӑпа тӑрӑх, Манассия ҫур йӑхӗн пайӗнчен вунӑ хула панӑ.</verse>
				<verse number="62">Гирсон ывӑлӗсене, вӗсен ӑрӑвӗсене Иссахар йӑхӗнчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Васанри Манассия йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула панӑ.</verse>
				<verse number="63">Мерари ывӑлӗсене, ӑрӑвӗсем тӑрӑх шӑпа ярса, Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен вуникӗ хула панӑ.</verse>
				<verse number="64">Израиль ывӑлӗсем левитсене хуласемпе вӗсен таврашӗнчи уй-хире ҫапла парса тухнӑ.</verse>
				<verse number="65">Вӗсене Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен те, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен те, Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен те хуласем панӑ, хӑш хулана хӑш левит кил-йышне памаллине шӑпа ярса татса панӑ.</verse>
				<verse number="66">Кааф ывӑлӗсен хӑш-пӗр ӑрӑвӗсене Ефрем йӑхӗнчен хуласем панӑ.</verse>
				<verse number="67">Вӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихемпа ун таврашӗнчи уй-хире, Гезерпа ун таврашӗнчи уй-хире,</verse>
				<verse number="68">Иокмеампа ун таврашӗнчи уй-хире, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи уй-хире,</verse>
				<verse number="69">Аиалонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи уй-хире;</verse>
				<verse number="70">Манассиян ҫур йӑхӗнчен — Анерпа ун таврашӗнчи уй-хире, Билеампа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ. Ку вӑл Каафӑн ытти ывӑлӗсен кил-йышне пани пулать.</verse>
				<verse number="71">Гирсон ывӑлӗсене Манассия ҫур йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен Васанри Голанпа ун таврашӗнчи уй-хире тата Аштарофпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.</verse>
				<verse number="72">Иссахар йӑхӗнчен — Кедеспа ун таврашӗнчи уй-хире, Даврафпа ун таврашӗнчи уй-хире,</verse>
				<verse number="73">Рамофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Анемпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ;</verse>
				<verse number="74">Асир йӑхӗнчен — Машалпа ун таврашӗнчи уй-хире, Авдонпа ун таврашӗнчи уй-хире,</verse>
				<verse number="75">Хукокпа ун таврашӗнчи уй-хире, Реховпа ун таврашӗнчи уй-хире;</verse>
				<verse number="76">Неффалим йӑхӗнчен — Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи уй-хире, Хаммонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Кириафаимпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.</verse>
				<verse number="77">Мерарин ытти ывӑлӗсене Завулон йӑхӗнчен Риммонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Фаворпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.</verse>
				<verse number="78">Иордан леш енче, Иерихонпа тӗлме-тӗл, Иорданран тухӑҫ еннелле, Рувим йӑхӗнчен пушхирти Восорпа ун таврашӗнчи уй-хире, Иаацӑпа ун таврашӗнчи уй-хире,</verse>
				<verse number="79">Кедемофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Мефаафпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ;</verse>
				<verse number="80">Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Маханаимпа ун таврашӗнчи уй-хире,</verse>
				<verse number="81">Есевонпа ун таврашӗнчи уй-хире тата Иазерпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Иссахар ывӑлӗсем: Фола, Фуа, Иашув тата Шимрон — тӑваттӑн.</verse>
				<verse number="2">Фола ывӑлӗсем: Уззий, Рефаия, Иериил, Иахмай, Ивсам тата Самуил, вӗсем — Фола ӑрӑвӗн кил-йышӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗсем тата вӗсен тӑхӑмӗсем вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ; Давид вӑхӑтӗнче вӗсен йышӗ ҫирӗм икӗ пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.</verse>
				<verse number="3">Уззий ывӑлӗсем: Израхия; Израхия ывӑлӗсем вара: Михаил, Овадиа, Иоиль тата Ишшия — пиллӗкӗн. Вӗсем пурте пуҫлӑхсем.</verse>
				<verse number="4">Вӑрҫӑ тухас пулсассӑн вӗсен йӑхӗнчен, ӑрӑвӗсенчен ҫапӑҫма хатӗррисем вӑтӑр ултӑ пин ҫын шутланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен арӑмӗсемпе ывӑлӗсем нумай пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Йӑх-кӑк ҫырӑвне кӗртнӗ тӑрӑх, Иссахарӑн мӗнпур ӑрӑвӗнче вӑрҫа хастар ҫынсем сакӑрвунӑ ҫичӗ пин шутланнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вениамин ывӑлӗсем: Бела, Бехер тата Иедиаил — виҫҫӗн.</verse>
				<verse number="7">Бела ывӑлӗсем: Ецбон, Уззий, Уззиил, Иеримоф тата Ири — пиллӗкӗн; вӗсем ӑру пуҫлӑхӗсем, вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ. Йӑх-кӑк ҫырӑвӗнче вӗсем ҫирӗм икӗ пин те вӑтӑр тӑватӑ ҫын шутланнӑ.</verse>
				<verse number="8">Бехер ывӑлӗсем: Земира, Иоаш, Елиезер, Елиоенай, Омри, Иремоф, Авия, Анафоф тата Алемеф — ҫаксем пурте Бехер ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="9">Йӑх-кӑк ҫырӑвӗнче вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх, ӑру пуҫлӑхӗсем тӑрӑх кӑтартсассӑн, вӗсен вӑрҫа хастар ҫынсем ҫирӗм пин те икҫӗр шутланнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иедиаил ывӑлӗсем: Билган. Билган ывӑлӗсем: Иеус, Вениамин, Егуд, Хенаана, Зефан, Фарсис тата Ахишахар.</verse>
				<verse number="11">Иедиаилӑн ҫак ывӑлӗсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ; вӑрҫа кӗме пултараканнисен шучӗ вунҫичӗ пин те икҫӗр ҫын шутланнӑ.</verse>
				<verse number="12">Шупим тата Хупим — Ир ывӑлӗсем; Хушим — Ахер ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="13">Неффалим ывӑлӗсем: Иахцеил, Гуни, Иецер тата Шиллем, кусем — Валла ачисем.</verse>
				<verse number="14">Манассия ывӑлӗсем: Асриил, ӑна Манассияна ҫум-арӑмӗ, Арамея хӗрарӑмӗ, ҫуратса панӑ; вӑлах Галаад ашшӗне Махира ҫуратнӑ.</verse>
				<verse number="15">Махир вара Хупимпа Шупимӑн пӗртӑванне, Мааха ятлӑ хӗре, качча илнӗ; Манассиян иккӗмӗш ывӑлӗ Салпаад ятлӑ пулнӑ. Салпаадӑн хӗрсем ҫеҫ пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Махир арӑмӗ Мааха ывӑл ҫуратнӑ та ӑна Кереш ят панӑ, унӑн пӗртӑванне Шереш ят хунӑ; Шереш ывӑлӗсем: Улам тата Рекем.</verse>
				<verse number="17">Улам ывӑлӗ: Бедан. Ҫаксем ӗнтӗ Манассияран ҫуралнӑ Махир ывӑлӗн Галаадӑн ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="18">Махирпа пӗртӑван Молехеф ятлӑ хӗртен Ишгод, Авиезер тата Махла ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="19">Шемида ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Ахиан, Шехем, Ликхи тата Аниам.</verse>
				<verse number="20">Ефрем ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Шутелах, унӑн ывӑлӗ Беред, унӑн ывӑлӗ Фахаф, унӑн ывӑлӗ Елеада, унӑн ывӑлӗ Фахаф,</verse>
				<verse number="21">унӑн ывӑлӗ Завад, унӑн ывӑлӗ Шутелах тата Езерпа Елеад. Вӗсене Геф ҫыннисем, ҫав ҫӗрте ҫуралнӑскерсем, хӑйсен кӗтӗвне туртса илме тӑнӑшӑн вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсен ашшӗ Ефрем вӗсемшӗн темиҫе кун макӑрнӑ, тӑванӗсем ӑна лӑплантарма пынӑ.</verse>
				<verse number="23">Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне кӗнӗ, арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, вӑл ӑна Берия тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килне хуйхӑ ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="24">Ефремӑн тата Шеера ятлӑ хӗрӗ пулнӑ. Вӑл Анатри Беф-Орона, Тури Беф-Орона тата Уззен-Шеерӑна туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="25">Унӑн тата ывӑлӗсем Рефайпа Решеф пулнӑ, Решеф ывӑлӗ — Фелах, унӑн ывӑлӗ Фахан,</verse>
				<verse number="26">унӑн ывӑлӗ Лаедан, унӑн ывӑлӗ Аммиуд, унӑн ывӑлӗ Елишама,</verse>
				<verse number="27">унӑн ывӑлӗ Нон, унӑн ывӑлӗ Иисус пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем тытса тӑракан ҫӗрсем тата пурӑнакан ҫӗрӗсем ҫаксем пулнӑ: Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем; тухӑҫ енче — Нааран, анӑҫ енче — Гезерпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем; Сихем тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем — Газӑпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем патне ҫитиччен.</verse>
				<verse number="29">Манассия ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫумӗнчи Беф-Санпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Фаанахпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Мегиддопа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Дорпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем. Ҫак хуласенче Израиль ывӑлӗн Иосифӑн ывӑлӗсем пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="30">Асир ывӑлӗсем: Имна, Ишва, Ишви, Берия тата вӗсемпе пӗртӑван хӗр Серах.</verse>
				<verse number="31">Берия ывӑлӗсем: Хевер тата Малхиил. Малхиил вӑл — Бирзаиф ашшӗ.</verse>
				<verse number="32">Хевертан вара Иафлет, Шомер, Хофам тата вӗсемпе пӗртӑван хӗр Шуя ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="33">Иафлет ывӑлӗсем: Пасах, Бимгал тата Ашваф. Кусем — Иафлет ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="34">Шемер ывӑлӗсем: Ахи, Рохга, Ихубба тата Арам.</verse>
				<verse number="35">Шемерпа пӗртӑван Гелем ывӑлӗсем: Цофах, Имна, Шелеш тата Амал.</verse>
				<verse number="36">Цофах ывӑлӗсем: Суах, Харнефер, Шуал, Бери, Имра,</verse>
				<verse number="37">Бецер, Год, Шамма, Шилша, Ифран тата Беера.</verse>
				<verse number="38">Иефер ывӑлӗсем: Иефунни, Фиспа тата Ара.</verse>
				<verse number="39">Улла ывӑлӗсем: Арах, Ханниил тата Риция.</verse>
				<verse number="40">Ҫаксем пурте — Асир ывӑлӗсем, ӑру пуҫӗсем, чи лайӑххисем, вӑрҫа хастаррисем, тӗп пуҫлӑхсем. Вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫырӑвӗнче вӑрҫа юрӑхлисем ҫирӗм ултӑ пин ҫын шутланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Вениаминран Бела — малтанхи ывӑлӗ — ҫуралнӑ, иккӗмӗшӗ — Ашбел, виҫҫӗмӗшӗ — Ахрай,</verse>
				<verse number="2">тӑваттӑмӗшӗ — Ноха, пиллӗкӗмӗшӗ Рафа пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Бела ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Аддар, Гера, Авиуд,</verse>
				<verse number="4">Авишуа, Нааман, Ахоах,</verse>
				<verse number="5">Гера, Шефуфан тата Хурам.</verse>
				<verse number="6">Акӑ Егуд ывӑлӗсем — вӗсем ӑру пуҫлӑхӗсем пулнӑ, Гевӑра пурӑннӑ, каярахпа вӗсене Манахафа куҫарса кайнӑ:</verse>
				<verse number="7">Нааман, Ахия тата Гера, вӗсене урӑх ҫӗре куҫараканӗ; унран Узза тата Ахихуд ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="8">Шегараим ачисем Моав ҫӗрӗнче вӑл хӑйӗн арӑмӗсене Хушимапа Баарӑна уйӑрса янӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ходеша ятлӑ арӑмӗнчен унӑн Иовав, Цивия, Меша, Малхам,</verse>
				<verse number="10">Иеуц, Шахия тата Мирма ҫуралнӑ: кусем — унӑн ывӑлӗсем, ӑру пуҫлӑхӗсем.</verse>
				<verse number="11">Хушимаран унӑн Авитув тата Елпаал ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="12">Елпаал ывӑлӗсем: Евер, Мишам тата Шемер, — вӑл Оно хулине тата Лод хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене туса лартнӑ, —</verse>
				<verse number="13">Берия тата Шема. Вӗсем Аиалонра пурӑнакан ӑрусен пуҫлӑхӗсем пулнӑ. Вӗсем Геф ҫыннисене хӑваласа кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="14">Ахио, Шашак, Иремоф,</verse>
				<verse number="15">Зевадия, Арад, Едер,</verse>
				<verse number="16">Михаил, Ишфа тата Иоха — Берия ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="17">Зевадия, Мешуллам, Хизкий, Хевер,</verse>
				<verse number="18">Ишмерай, Излия тата Иовав — Елпаал ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="19">Иаким, Зихрий, Завдий,</verse>
				<verse number="20">Елиенай, Цилфай, Елиил,</verse>
				<verse number="21">Адаия, Бераия тата Шимраф — Шимей ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="22">Ишпан, Евер, Елиил,</verse>
				<verse number="23">Авдон, Зихрий, Ханан,</verse>
				<verse number="24">Ханания, Елам, Антофия,</verse>
				<verse number="25">Ифдия тата Фенуил — Шашак ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="26">Шамшерай, Шехария, Афалия,</verse>
				<verse number="27">Иаарешия, Елия тата Зихрий — Иерохам ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="28">Ҫаксем — ӑру пуҫлӑхӗсем, хӑйсен йӑхӗнче вӗсем аслисем пулнӑ. Вӗсем Иерусалимра пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="29">Гаваонра пурӑннисем: [Иеил,] Гаваон ҫыннисен ашшӗ, — унӑн арӑмӗн ячӗ Мааха, —</verse>
				<verse number="30">унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑнхисем — Цур, Кис, Ваал, Надав, [Нер,]</verse>
				<verse number="31">Гедор, Ахио, Зехер тата Миклоф.</verse>
				<verse number="32">Миклофран Шимей ҫуралнӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем ҫывӑхӗнче Иерусалимра, хӑйсен пиччӗш-шӑллӗсемпе пӗрле пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="33">Нертан Кис ҫуралнӑ; Кисран Саул ҫуралнӑ; Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="34">Ионафан ывӑлӗ — Мериббаал; Мериббаалтан Миха ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="35">Миха ывӑлӗсем: Пифон, Мелег, Фаарея тата Ахаз.</verse>
				<verse number="36">Ахазран Иоиадда ҫуралнӑ; Иоиаддӑран Алемеф, Азмавеф тата Замврий ҫуралнӑ, Замврийрен Моца ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="37">Моцаран Бинея ҫуралнӑ. Унӑн ывӑлӗ Рефаия; унӑн ывӑлӗ Елеаса; унӑн ывӑлӗ Ацел.</verse>
				<verse number="38">Ацелӑн ултӑ ывӑл пулнӑ, акӑ вӗсен ячӗсем: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия тата Ханан; вӗсем пурте Ацел ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="39">Унпа пӗртӑван Ешек ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Улам, иккӗмӗшӗ — Иеуш, виҫҫӗмӗшӗ — Елифелет.</verse>
				<verse number="40">Улам ывӑлӗсем вӑрҫа хастар, ухӑпа перекен ҫынсем пулнӑ, вӗсен нумай-нумай ывӑл-мӑнук пулнӑ: ҫӗр аллӑ таран. Пурте вӗсем Вениамин ывӑлӗсенчен тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Мӗнпур Израиль халӑхне ҫапла хӑйсен йӑхӗ-ӑрӑвӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ, вӗсене пурне те Израиль патшисенӗн кӗнекине кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="2">Иудейсене вара вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Вавилона куҫарнӑ. Хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене чи малтан каялла таврӑннисем Израиль ҫыннисем, священниксем, левитсем тата левитсене пулӑшса тӑракансем пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Иерусалимра Иуда ывӑлӗсенчен, Вениамин ывӑлӗсенчен, Ефрем ывӑлӗсенчен тата Манассия ывӑлӗсенчен пурӑннӑ ҫынсем ҫаксем:</verse>
				<verse number="4">Уфай, вӑл — Аммиуд ывӑлӗ, Аммиуд — Омри ывӑлӗ, Омри — Имрий ывӑлӗ, Имрий Ваний ывӑлӗ пулнӑ, Ваний вара — Фарес тӑхӑмӗ, Фарес — Иуда ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="5">Шилон ывӑлӗсем — малтанхи ывӑлӗ Асаия тата унӑн ывӑлӗсем;</verse>
				<verse number="6">Зара ывӑлӗсем — Иеуил тата унӑн тӑванӗсем — ултҫӗр тӑхӑрвуннӑн;</verse>
				<verse number="7">Вениамин ывӑлӗсем — Саллу, вӑл Мешуллам ывӑлӗ пулнӑ, Мешуллам — Годавия ывӑлӗ, Годавия — Гассенуя ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="8">Иерохам ывӑлӗ Ивния, Эла — Михрирен ҫуралнӑ Уззий ывӑлӗ, Мешуллам, вӑл Шефатия ывӑлӗ пулнӑ, Шефатия — Регуил ывӑлӗ, Регуил — Ивния ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="9">хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, пиччӗшӗ-шӑллӗсем тӑхӑрҫӗр аллӑ улттӑн — ҫак арсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иерусалимра пурӑннӑ священниксем: Иедаия, Иоиарив, Иахин,</verse>
				<verse number="11">Азария, вӑл Хелкия ывӑлӗ пулнӑ, Хелкия — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ; Азария Турӑ Ҫуртӗнче пуҫлӑх пулнӑ;</verse>
				<verse number="12">унта тата Адаия пулнӑ, вӑл — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ; унта тата Маасай пулнӑ, вӑл — Адиел ывӑлӗ, Адиел — Иахзер ывӑлӗ, Иахзер — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Мешиллемиф ывӑлӗ, Мешиллемиф — Иммер ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="13">вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, — пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн, — Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ ӗҫне тӗплӗ туса тӑракан ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Левитсенчен вара ҫак ҫынсем пулнӑ: Шемаия, вӑл Хашув ывӑлӗ пулнӑ, Хашув вара — Азрикам ывӑлӗ, Азрикам — Хашавия ывӑлӗ; вӗсем — Мерари ывӑлӗсем;</verse>
				<verse number="15">тата Вакбакар, Хереш, Галал, Матфания пулнӑ, Матфания вӑл Миха ывӑлӗ пулнӑ, Миха вара — Зихрий ывӑлӗ, Зихрий — Асаф ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="16">унта Овадия пулнӑ, вӑл Шемаия ывӑлӗ пулнӑ, Шемаия вара — Галал ывӑлӗ, Галал — Идифун ывӑлӗ. Унта тата Берехия пулнӑ, вӑл — Аса ывӑлӗ, Аса ӗнтӗ нетофафсен ялӗнче пурӑннӑ Елкана ывӑлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Хапха хуралҫисем: Шаллум, Аккуб, Талмон, Ахиман тата вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем; Шаллум вара пуҫлӑхӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫак хапха хуралҫисем, Левий ывӑлӗсем, Патша хапхи патӗнче тухӑҫ енче тӑнӑ, халичченех ҫавӑн пек.</verse>
				<verse number="19">Шаллум вӑл — Коре ывӑлӗ, Коре — Евиасаф ывӑлӗ, Евиасаф — Корей ывӑлӗ; вӗсем тата хӑйсен йӑхӗнчи пиччӗшӗ-шӑллӗсем, Корей ҫыннисем, хӑйсен тивӗҫӗ тӑрӑх, кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче хурал тӑнӑ, вӗсен ашшӗсем вара Ҫӳлхуҫа тапӑрне кӗмелли вырӑна хуралланӑ.</verse>
				<verse number="20">Ӗлӗк вӗсен пуҫлӑхӗ Елеазар ывӑлӗ Финеес пулнӑ, Ҫӳлхуҫа унпа пӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Захария, Мешелемия ывӑлӗ, пуху чатӑрӗ умӗнчи хапха хуралҫи пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем, хапха патӗнче тӑма суйланӑ ҫынсем, мӗнпурӗ икҫӗр вуниккӗн пулнӑ. Вӗсене пурне те хӑйсем пурӑнакан вырӑнта шута кӗртсе тухнӑ. Шанчӑклӑ ҫынсем пулнӑран вӗсене ҫак ӗҫе Давидпа Самуил витӗркуран тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем тата вӗсен ывӑлӗсем Турӑ Ҫурчӗн, кӗлӗ чатӑрӗн хапхи умӗнче хуралта тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Хапха хуралҫисем тӑватӑ енче — тухӑҫ енче, анӑҫ енче, ҫурҫӗр тата кӑнтӑр енче — тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем хӑйсен ялӗсенче пурӑннӑ, вӗсем патне вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫичӗ куна килсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="26">Хуралҫӑсен тӑватӑ пуҫлӑхӗ вара пӗрмаях ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсем левитсем пулнӑ; вӗсем Турӑ Ҫурчӗн хуралчӗсемпе мул управӑшӗсене те сыхланӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсем ҫӗрле те Турӑ Ҫурчӗ ҫывӑхӗнчех ҫӗр каҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм хурал ӗҫӗ вӗсем ҫинче пулнӑ, вӗсен кашни ирех алӑксене уҫмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Хапха хуралҫисенчен хӑш-пӗрисене тата кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан савӑтсене хураллама хушнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна шутласах йышӑннӑ, шутласах панӑ.</verse>
				<verse number="29">Теприсене куллен тыткаламалли ытти япаласене тата пӗтӗм таса япалана, — чи паха ҫӑнӑха, эрехе, йывӑҫ ҫӑвне, ливана, ырӑ шӑршӑлӑха, — шанса панӑ.</verse>
				<verse number="30">Священниксен хӑш-пӗр ывӑлӗсем ырӑ шӑршӑлӑхран мирӑ хатӗрленӗ.</verse>
				<verse number="31">Левит-сенчен тухнӑ Маттафияна, — вӑл Корей ҫыннин Селлумӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ, — ҫатма ҫинче пӗҫермеллине шанса панӑ.</verse>
				<verse number="32">Вӗсенӗн хӑш-пӗр тӑванӗсене, Кааф ывӑлӗсене, Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем, кашни шӑматкун улӑштарса тӑмалли ҫӑкӑрсем, хатӗрлесе тӑма хушнӑ.</verse>
				<verse number="33">Юрӑҫӑ левитсем вара, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, Турӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчи пӳлӗмсенче пурӑннӑ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсӗр пуҫне урӑхла нимӗнле ӗҫ те туман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлемелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="34">Ҫаксем ӗнтӗ — левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑйсен ӑрӑвӗнчи тӗп ҫынсем. Вӗсем Иерусалимра пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="35">Гаваонра ҫаксем пурӑннӑ: Гаваон ҫыннисен ашшӗ Иеил, — унӑн арӑмӗ Мааха ятлӑ пулнӑ, —</verse>
				<verse number="36">унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑн Цур, Кис, Ваал, Нер, Надав,</verse>
				<verse number="37">Гедор, Ахио, Захария тата Миклоф.</verse>
				<verse number="38">Миклофран Шимеам ҫуралнӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем ҫывӑхӗнче Иерусалимра пиччӗшӗ-шӑллӗсемпе пӗрле пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="39">Нертан Кис ҫуралнӑ, Кисран Саул ҫуралнӑ, Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="40">Ионафан ывӑлӗ — Мериббаал; Мериббаалтан Миха ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="41">Миха ывӑлӗсем: Пифон, Мелех, Фарей [тата Ахаз].</verse>
				<verse number="42">Ахазран Иаера ҫуралнӑ; Иаерӑран Алемеф, Азмавеф тата Замврий ҫуралнӑ; Замврийрен Моца ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="43">Моцаран Бинея ҫуралнӑ: Бинея ывӑлӗ — Рефаия; Рефаия ывӑлӗ — Елеаса; Елеаса ывӑлӗ — Ацел.</verse>
				<verse number="44">Ацелӑн ултӑ ывӑл пулнӑ, акӑ вӗсен ячӗсем: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия тата Ханан. Ҫаксем — Ацел ывӑлӗсем.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Филистимсем Израильпе ҫапӑҫнӑ, израильсем филистимсенчен тарнӑ чухне Гелвуй тӑвӗ ҫинче виле-виле выртса юлнӑ.</verse>
				<verse number="2">Филистимсем Саулпа унӑн ывӑлӗсене хӑваласа кайнӑ та Саул ывӑлӗсене — Ионафана, Авинадава тата Мелхисуя — вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="3">Саула хирӗҫ хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, ухӑпа перекенсем ун ҫине талпӑннӑ, ӑна хӑрушла амантса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="4">Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ. Анчах кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун пек тума хӑяйман, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ хӑраса ӳкнӗ. Саул вара хӑйӗн хӗҫне илнӗ те ун ҫине тӑрӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Саул вилнине курсассӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ те хӑйӗн хӗҫӗ ҫине тӑрӑнса вилнӗ.</verse>
				<verse number="6">Саулпа унӑн виҫӗ ывӑлӗ ҫапла вилнӗ, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те унпа пӗрле пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="7">Айлӑмра пурӑнакан израильсем вара пурте тарнине тата Саулпа унӑн ывӑлӗсем вилнине курсассӑн, хӑйсен хулисене пӑрахса хӑварса, тарса пӗтнӗ; филистимсем ӗнтӗ пынӑ та ҫав хуласене вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="8">Тепӗр кунхине филистимсем вилнӗ ҫынсене ҫаратма пынӑ та Гелвуй тӑвӗ ҫинче выртса юлнӑ Саулпа унӑн ывӑлӗсене тупнӑ,</verse>
				<verse number="9">вара унӑн тумтирне хывса илнӗ, пуҫне касса илнӗ, кӑралне илнӗ, унтан — хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен йӗрӗхӗсене тата халӑха пӗлтермешкӗн — ҫакна Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме янӑ.</verse>
				<verse number="10">Унӑн кӑралне хӑйсен туррисен ҫуртне хунӑ, унӑн пуҫне Дагон ҫуртӗнче тӑрӑнтарса лартнӑ.</verse>
				<verse number="11">Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ та Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Иависа илсе килнӗ, вӗсен шӑммисене Иависри юман айне пытарнӑ, ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.</verse>
				<verse number="13">Саул ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ юрӑхсӑр ӗҫӗсемшӗн, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр ӑрӑмҫӑна ыйту панӑшӑн,</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫана шыраманшӑн вилнӗ. Ҫавӑншӑн вӗлернӗ те Вӑл ӑна, патшалӑха вара Давида, Иессей ывӑлне, панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Израиль ҫыннисем Давид патне Хеврона пуҫтарӑнса пынӑ та каланӑ: акӑ эпир — санӑн шӑмму, санӑн ӳтӳ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Ӗнер те, виҫӗмкун та — Саул патша пулнӑ чухне — эсӗ Израиле ертсе тухаттӑн, ертсе кӗреттӗн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫапла каланӑ: «эсӗ Ман халӑхӑмӑн, Израилӗн, кӗтӳҫи пулӑн, эсӗ Манӑн халӑхӑн, Израилӗн, ҫулпуҫӗ пулӑн» тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид вӗсемпе Хевронра Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; вара, Самуил урлӑ Ҫӳлхуҫа хушнипе, Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ.</verse>
				<verse number="4">Давидпа мӗнпур Израиль вара Иерусалима, урӑхла каласассӑн Иевуса, кайнӑ. Унта иевусейсем, ҫав ҫӗр ҫыннисем, пурӑннӑ-ха.</verse>
				<verse number="5">Иевус ҫыннисем Давида: кунта кӗреймӗн, тенӗ. Анчах Давид Сион керемне ярса илнӗ; ку ӗнтӗ — Давид хули.</verse>
				<verse number="6">Вара Давид каланӑ: иевусейсене чи малтан аркатса тӑкаканӗ пуҫлӑх та ҫарпуҫ пулать, тенӗ. Ҫапӑҫӑва чи малтан Иоав, Саруия ывӑлӗ, кӗрсе кайнӑ та пуҫлӑх пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Давид ҫав керемре пурӑннӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="8">Хулана вӑл йӗри-таврашӗпех, Миллоран пуҫласа йӗри-таврах, ҫӗнетсе юсаттарнӑ, хулан ытти пайӗсене вара Иоав ҫӗнетнӗ.</verse>
				<verse number="9">Давид ӑнӑҫтарсах пынӑ, вӑл ҫӗкленнӗҫемӗн ҫӗкленнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа унпа пӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Акӑ Давид паттӑрӗсен пуҫлӑхӗсем, ун майлӑ пулса, уншӑн ҫирӗппӗн тӑрса, ӑна, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Израиль патши тӑвас тесе мӗнпур Израильпе пӗрле тӑрӑшнӑ ҫынсем,</verse>
				<verse number="11">акӑ Давид паттӑрӗсен ячӗсем: Ахамани ывӑлӗ Иесваал, вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ. Вӑл виҫҫӗр ҫын ҫине сӑнӑ ҫӗкленӗ те вӗсене пӗр ӑстрӑмрах аркатса тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ун хыҫҫӑн Елеазар, Ахоха ҫынни Додо ывӑлӗ, вӑл — виҫӗ паттӑртан пӗри:</verse>
				<verse number="13">вӑл Давидпа пӗрле Фасдамимра, филистимсем вӑрҫӑ вӑрҫма пухӑннӑ ҫӗрте, пулнӑ. Унта урпа акнӑ хир пулнӑ. Халӑх филистимсенчен тарнӑ чухне</verse>
				<verse number="14">вӗсем, виҫӗ паттӑр, уй варрине тӑнӑ та тырпула ҫӑлса хӑварнӑ тата филистимсене аркатса тӑкнӑ. Ҫӳлхуҫа ҫапла аслӑ ҫӗнтерӳ панӑ!</verse>
				<verse number="15">Ҫаксем виҫҫӗшӗ, вӑтӑр ҫарпуҫран чи аслисем, филистимсен тапӑрӗ Рефаимсен айлӑмӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Давид патне чул ту ҫине, Одоллам ту хӑвӑлне, хӑпарнӑ.</verse>
				<verse number="16">Давид ун чухне ҫирӗплетнӗ хӳтӗ вырӑнта пулнӑ, филистимсен сыхлав ҫарӗ вара Вифлеемре тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Давидӑн ҫав тери шыв ӗҫес килнӗ, вӑл вара: кам мана Вифлеем хапхи умӗнчи пусӑран шыв илсе килсе ӗҫтерӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑн чухне ҫак виҫӗ ҫын филистимсен тапӑрӗ витӗр тухса Вифлеем хапхи умӗнчи пусӑран Давид валли шыв ӑсса килнӗ. Анчах Давид ҫак шыва ӗҫес темен, ӑна Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗре тӑкнӑ та</verse>
				<verse number="19">ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫак шыва ӗҫесрен хӑтарсам мана! Маншӑн хӑйсен чунне панӑ арсен юнне ӗҫӗп-и вара? Вӗсем ӗнтӗ хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр шыв ӑсса килчӗҫ, тенӗ. Шыва вӑл ҫавӑншӑн ӗҫесшӗн пулман. Акӑ мӗн тунӑ ҫав виҫӗ паттӑр.</verse>
				<verse number="20">Авесса, Иоав пӗртӑванӗ, ҫав виҫӗ паттӑрӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ: вӑл хӑйӗн сӑннипе виҫҫӗр ҫынна вӗлернӗ, леш виҫӗ паттӑр хушшинче те вӑл мухтавлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл виҫҫӗшӗнчен чи чапли пулнӑ, тата пуҫлӑх та пулнӑ; анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман.</verse>
				<verse number="22">Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ: вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ;</verse>
				<verse number="23">вӑлах Египет ҫыннине, пилӗк чике ҫӳллӗшскере, вӗлернӗ: Египет ҫыннин аллинчи сӑнӑ пир-авӑр ӑстисен хивси пек пулнӑ, Ванея вара ун патне патакпа пынӑ та, Египет ҫыннин аллинчи сӑннине туртса илсе, ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ —</verse>
				<verse number="24">акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ. Ӑна леш виҫӗ паттӑр та чаплӑ ҫын вырӑнне хунӑ;</verse>
				<verse number="25">вӑл вӑтӑр ҫулпуҫран чаплӑраххи пулнӑ, анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман. Давид ӑна хӑйӗн сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="26">Акӑ ҫав паттӑрсен ячӗсем: Иоавпа пӗртӑван Асаил; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни;</verse>
				<verse number="27">Гарод ҫынни Шамма; Пелони ҫынни Херец;</verse>
				<verse number="28">Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни; Анафоф ҫынни Евиезер;</verse>
				<verse number="29">Хушат ҫынни Сивхай; Ахоха ҫынни Илай;</verse>
				<verse number="30">Нетофа ҫынни Магарай; Ваана ывӑлӗ Хелед, Нетофа ҫынни;</verse>
				<verse number="31">Рибай ывӑлӗ Иттай — Вениаминсен Гивинчен; Пирафон ҫынни Ванея;</verse>
				<verse number="32">Хурай — Нагале-Гаашран; Авиел — Аравӑран;</verse>
				<verse number="33">Бахарум ҫынни Азмавеф; Шаалбони ҫынни Елияхба.</verse>
				<verse number="34">Гизони ҫыннин Гашемӑн ывӑлӗсем: Ионафан — Шаге ывӑлӗ, Гарир ҫынни;</verse>
				<verse number="35">Ахиам — Сахар ывӑлӗ, Гарир ҫынни; Ура ывӑлӗ Елифал;</verse>
				<verse number="36">Махера ҫынни Хефер; Пелони ҫынни Ахиа;</verse>
				<verse number="37">Кармил ҫынни Хецрой; Езбай ывӑлӗ Наарай;</verse>
				<verse number="38">Нафанпа пӗртӑван Иоиль; Гагрий ывӑлӗ Мивхар;</verse>
				<verse number="39">Аммон ҫынни Целек; Бероф ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн, Иоавӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ;</verse>
				<verse number="40">Ифри ҫынни Ира; Ифри ҫынни Гареб;</verse>
				<verse number="41">хет ҫынни Урия; Ахлай ывӑлӗ Завад;</verse>
				<verse number="42">Адина — Шиза ывӑлӗ, Рувим ҫынни, Рувим ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, унӑн вӑтӑр ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="43">Мааха ывӑлӗ Ханан; Мефен ҫынни Иосафат;</verse>
				<verse number="44">Аштероф ҫынни Уззия; Ароер ҫыннин Хофамӑн ывӑлӗсем: Шама тата Иеиел;</verse>
				<verse number="45">Шимрий ывӑлӗ Иедиаел тата унпа пӗртӑван Иоха, Фица ҫынни;</verse>
				<verse number="46">Махавим ҫынни Елиел, Елнаам ывӑлӗсем Иеривайпа Иошавия тата Моав ҫынни Ифма;</verse>
				<verse number="47">Мецоваи ҫыннисем Елиел, Овед тата Иасиел.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Давид Кис ывӑлӗнчен Саултан пытанса пурӑннӑ чухне ун патне Секелага ҫак ҫынсем те пынӑ, вӗсем ҫапӑҫура пулӑшнӑ хӑюллӑ ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, чулравран сылтӑм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухӑпа ҫӗмрен яракансем — вӗсем Саул тӑванӗсем, Вениамин йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ:</verse>
				<verse number="3">вӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер тата Иоас — Гива ҫыннин Шемаян ывӑлӗсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывӑлӗсем; Бераха тата Иегу — Анафоф ҫыннисем;</verse>
				<verse number="4">Гаваон ҫынни Ишмаия — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера ҫынни Иозавад;</verse>
				<verse number="5">Елузай, Иеримоф, Веалия, Шемария, Хариф ҫынни Сафатия;</verse>
				<verse number="6">Корей ҫыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам;</verse>
				<verse number="7">Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="8">Давид патне пушхире, хӳтӗлӗх вырӑна, ун енне куҫнӑ Гад ҫыннисем те пынӑ, вӗсем вӑрҫа хастар, хӑюллӑ, вӑрҫӑ кӑралӗпе — хулканпа та сӑнӑпа — авӑрланнӑ паттӑр ҫынсем пулнӑ; сӑнӗ-пичӗ вӗсен — арӑсланӑнни пек, вӗсем — хир качаки пек вичкӗн.</verse>
				<verse number="9">Аслӑ пуҫлӑхӗ Езер пулнӑ, иккӗмӗшӗ Овадия, виҫҫӗмӗшӗ Елиав,</verse>
				<verse number="10">тӑваттӑмӗшӗ Мишманна, пиллӗкӗмӗшӗ Иеремия,</verse>
				<verse number="11">улттӑмӗшӗ Афай, ҫиччӗмӗшӗ Елиел,</verse>
				<verse number="12">саккӑрмӗшӗ Иоханан, тӑххӑрмӗшӗ Елзавад,</verse>
				<verse number="13">вуннӑмӗшӗ Иеремия, вунпӗрмӗшӗ Махбанай.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем, Гад йӑхӗн ывӑлӗсем, ҫарпуҫсем пулнӑ: кӗҫӗнни ҫӗр ҫынпа, асли пин ҫынпа танлашнӑ.</verse>
				<verse number="15">Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ пӗрремӗш уйӑхра, Иордан ейӗве кайнӑ чухне, Иордан урлӑ каҫнӑ та унти айлӑмсенче, тухӑҫ енче тата анӑҫ енче пурӑнакансене хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="16">Давид патне хӳтӗлӗх вырӑна Вениаминпа Иуда ывӑлӗсем те пынӑ.</verse>
				<verse number="17">Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Амасая, вӑтӑр ҫын пуҫлӑхне, сывлӑш хупӑрласа илнӗ те, вӑл ҫапла каланӑ: Давид, сана тӑнӑҫлӑх пултӑр, Иессей ывӑлӗ, эпир санпала; сана тӑнӑҫлӑх пултӑр, сана пулӑшакансене те тӑнӑҫлӑх пултӑр: сана Турру пулӑшать! Давид вара вӗсене йышӑннӑ та ҫарпуҫсем пулма лартнӑ.</verse>
				<verse number="19">Манассия йӑхӗн хӑш-пӗр ҫыннисем те Давид енне куҫнӑ, ун чухне Давид филистимсемпе Саула хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ пулнӑ, анчах вӗсене пулӑшман, мӗншӗн тесессӗн Филисти ҫулпуҫӗсем хӑйсем хушшинче канашласа илнӗ хыҫҫӑн, «вӑл хӑйӗн хуҫи Саул енне куҫӗ те пирӗн пуҫ чӗрӗ юлмӗ» тесе, ӑна хӑйсенчен уйӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="20">Давид Секелага таврӑннӑ чухне вара Манассия йӑхӗн ҫак ҫыннисем ун енне куҫнӑ: Аднах, Иозавад, Иедиаел, Михаил, Иозавад, Елигу тата Цилльфай — Манассия йӑхӗнчи пинпӳсем.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем Давида эшкерсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшнӑ: вӗсем пурте хӑюллӑ ҫынсем, ҫарпуҫсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Давида пулӑшас текен ҫынсем куллен-кунах килсе тӑнӑ, ӗнтӗ унӑн ҫарӗ Турӑ ҫарӗ пекех ӳссе кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем:</verse>
				<verse number="24">Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="25">Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="26">Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="27">Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="28">хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх;</verse>
				<verse number="29">Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха;</verse>
				<verse number="30">Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем;</verse>
				<verse number="31">Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ;</verse>
				<verse number="32">Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ;</verse>
				<verse number="33">Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ;</verse>
				<verse number="34">Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын;</verse>
				<verse number="35">Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын;</verse>
				<verse number="36">Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни;</verse>
				<verse number="37">Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.</verse>
				<verse number="38">Ҫав ҫар ҫыннисем йӗркеленсе тӑрса, тулли кӑмӑлпа Хеврона — Давида пӗтӗм Израиль патшине лартмашкӑн — пынӑ. Израилӗн ытти ҫыннисем те Давида патшана лартас тӗлӗшпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="39">Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="40">ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та</verse>
				<verse number="2">пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр;</verse>
				<verse number="3">вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара пӗтӗм пуху: ҫапла пултӑр, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм халӑх ку питӗ тӗрӗс ӗҫ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла майпа Давид Израиль ҫыннисене — Египетри Шихор шывӗ патӗнчен пуҫласа Емаф таранах — Кириаф-Иаримран Турӑ саккунӗн арчине куҫарса килмешкӗн пуҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вара Давидпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Иудея ҫӗрӗнчи Кириаф-Иарим хулине херувимсем ҫинче ларакан Туррӑн, Ҫӳлхуҫанӑн, арчине, Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен арчана, куҫарса килме кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ саккунӗн арчине Авинадав ҫуртӗнчен ҫӗнӗ ҫар урапипе турттарса тухнӑ; ҫар урапине Озапа Ахия тытса пынӑ.</verse>
				<verse number="8">Давидпа Израиль ҫыннисем вара Турӑ умӗнче янӑравлӑн юрласа, кӗвӗ каласа пынӑ, цитра, псалтирь каланӑ, тӳнкӗрпе кимвал ҫапнӑ, трупа кӑшкӑртнӑ.</verse>
				<verse number="9">Хидон йӗтемӗ тӗлне ҫитсессӗн вӑкӑрсем урапана тайӑлтарнӑ та, Оза, Турӑ саккунӗн арчи ан ӳктӗр тесе, аллине ун енне тӑснӑ.</verse>
				<verse number="10">Анчах Ҫӳлхуҫа Озана ҫилленнӗ, ӑна аллине саккун арчи еннелле тӑснӑшӑн вӗлерсе пӑрахнӑ; Оза ҫавӑнтах Турӑ умӗнче вилсе выртнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Озана вӗлерсе пӑрахнӑшӑн Давид питех те куляннӑ. Вара ҫав вырӑна «Оза вилнӗ вырӑн» тесе ят панӑ; ӑна паянхи кунчченех ҫапла калаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав кун Давид Турӑран хӑраса ӳкнӗ, вӑл: Турӑ арчине хам пата епле илсе кӗрес-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Давид вара Турӑ саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫыннин Аведдарӑн ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="14">Турӑ саккунӗн арчи Аведдар ҫуртӗнче виҫӗ уйӑх пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Аведдар килне тата унӑн мӗн пуррине йӑлтах пилленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Хирам, Тир патши, Давид патне элчӗсем янӑ, вӑл ун валли кермен лартма кедр йывӑҫӗ тата чул купалакансемпе каскалакансене ӑсатнӑ.</verse>
				<verse number="2">Давид ӗнтӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа Израиль патши пулма ҫирӗплетнине, унӑн патшалӑхне Израиль халӑхӗшӗн ҫӗкленине курнӑ.</verse>
				<verse number="3">Давид Иерусалимра тата арӑмсем илнӗ, вара Давидӑн татах ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ Иерусалимра ҫуралнӑ ачисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон,</verse>
				<verse number="5">Евеар, Елисуя, Елфалет,</verse>
				<verse number="6">Ногах, Нафек, Иафиа,</verse>
				<verse number="7">Елисама, Веелиада тата Елифалеф.</verse>
				<verse number="8">Филистимсем Давида пӗтӗм Израиль патши пулма ҫу сӗрнине илтнӗ те пурте Давида шырама тапранса тухнӑ. Давид ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ те вӗсене хирӗҫ тухнӑ.</verse>
				<verse number="9">Филистимсем Рефаимсен айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Давид ӗнтӗ Турра ҫапла каласа тархасланӑ: филистимсене хирӗҫ каймалла-и манӑн, вӗсене манӑн аллӑма парӑн-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна: кай, Эпӗ вӗсене санӑн аллуна парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара Давидпа унӑн ҫыннисем Ваал-Перацим патне кайнӑ та унта филистимсене аркатса тӑкнӑ; ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ манӑн тӑшмансене хамӑн аллӑмпах, пӗвене татса кайнӑ шыв пек, ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ.</verse>
				<verse number="12">Филистимсем хӑйсен туррисене пӑрахсах тарнӑ, Давид хушнипе вӗсене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="13">Филистимсем каллех килнӗ те айлӑмра чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Давид хальхинче те Турра тархасланӑ, Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: вӗсем патне тӳррӗн ан кай, вӗсенчен пӑрӑн та пурҫӑн йывӑҫҫисем енчен пыр;</verse>
				<verse number="15">пурҫӑн йывӑҫҫисем тӑрринче ура сасси пек сасӑ илтӗнсессӗн ҫапӑҫӑва кӗр, ку ӗнтӗ филистимсен тапӑрне пӗтерме Турӑ сан умна тухни пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Давид Турӑ хушнӑ пек тунӑ; ӗнтӗ филистимсен тапӑрне Гаваонран пуҫласа Газер таранах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид ячӗ пӗтӗм ҫӗрӗ-шывӗпе саланнӑ, Ҫӳлхуҫа ытти халӑхсене унран хӑраса тӑмалла тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Хӑй хулинче Давид тата та ҫуртсем лартнӑ, Турӑ саккунӗн арчи валли вырӑн хатӗрленӗ, ун валли чатӑр тунӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ арчине, левитсемсӗр пуҫне, никамӑн та ҫӗклемелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ арчине ҫӗклеме тата ӗмӗр-ӗмӗр Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма Ҫӳлхуҫа Хӑй суйласа илнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Турӑ саккунӗн арчине ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килме Давид Израиль ҫыннисене пурне те Иерусалима пуҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="4">Давид ӗнтӗ Аарон ывӑлӗсемпе левитсене чӗнсе илнӗ:</verse>
				<verse number="5">унта Кааф ывӑлӗсенчен ҫӗр ҫирӗм ҫын пулнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗ Уриил пулнӑ;</verse>
				<verse number="6">Мерари ывӑлӗсенчен — икҫӗр ҫирӗм ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Асаия;</verse>
				<verse number="7">Гирсон ывӑлӗсенчен — ҫӗр вӑтӑр ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Иоиль;</verse>
				<verse number="8">Елисафан ывӑлӗсенчен — икҫӗрӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Шемаия;</verse>
				<verse number="9">Хеврон ывӑлӗсенчен — сакӑрвуннӑн, вӗсен пуҫлӑхӗ Елиел;</verse>
				<verse number="10">Узиил ывӑлӗсенчен — ҫӗр вуниккӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Аминадав.</verse>
				<verse number="11">Давид вара Садокпа Авиафар священниксене тата Уриил, Асаия, Иоиль, Шемаия, Елиел, Аминадав левитсене чӗнсе илнӗ те</verse>
				<verse number="12">вӗсене ҫапла каланӑ: эсир, левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑвӑр та тасалӑр, тӑванӑрсем те тасалччӑр, вара Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине эпӗ ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килӗр,</verse>
				<verse number="13">леш хутӗнче эпир ҫакна мӗнле тумаллине Турӑран ыйтмарӑмӑр та, ҫав ӗҫе эсир тумарӑр та, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире ҫапса ӳкерчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара священниксемпе левитсем Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине ҫӗклесе килмешкӗн тасалса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахне пӗлтерсе хушса хӑварнӑ пек, левитсен ывӑлӗсем Турӑ арчине хулпуҫҫи ҫинче шалчасем хурса ҫӗклесе пынӑ.</verse>
				<verse number="16">Давид ӗнтӗ левитсен пуҫлӑхӗсене хӑйсен юрӑҫӑ тӑванӗсене кӗвӗ сӑпрайӗсемпе тӑратса тухма хушнӑ, лешӗсен псалтирь, цитра, кимвал тытса савӑнӑҫ кӗввине янӑравлӑн каламалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Левитсем вара Иоиль ывӑлне Емана, унӑн тӑванӗсене тата Верехия ывӑлне Асафа, Мерари йӑхӗн ҫыннине Ефана, Кушаия ывӑлне, уйӑрса илнӗ;</verse>
				<verse number="18">вӗсене ҫак тӑванӗсем пулӑшса тӑмалла пулнӑ: Захария, Бен, Иаазиил, Шемирамоф, Иехиил, Унний, Елиав, Ванея, Маасей, Маттафия, Елифлеуй, Микней, Овед-Эдом тата Иеиел, кусем хапха хуралҫисем пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Еман, Асаф тата Ефан пӑхӑр кимвал ҫапса янӑраттарнӑ.</verse>
				<verse number="20">Захария, Азиил, Шемирамоф, Иехиил, Унний, Елиав, Маасей, Ванея вара псалтирь каласа ҫинҫе сасӑпа юрланӑ.</verse>
				<verse number="21">Маттафия, Елифлеуй, Микней, Овед-Эдом, Иеиел тата Азазия цитра каласа хулӑн сасӑпа юрланӑ.</verse>
				<verse number="22">Левитсен пуҫлӑхӗ Хенания юрӑ-кӗвӗшӗн явапли пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл юрӑ ӑсти пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Верехия тата Елкана Турӑ саккунӗн арчине хуралласа пынӑ.</verse>
				<verse number="24">Шевания, Иосафат, Нафанаил, Амасай, Захария, Ванея, Елиезер священниксем Турӑ саккунӗн арчи умӗнче трупа кӑшкӑртса пынӑ. Овед-Эдом тата Иехия вара Турӑ арчине хуралласа пынӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫапла Давидпа Израилӗн аслӑ ҫыннисем тата пинпӳсем Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине Овед-Эдом ҫуртӗнчен хаваслӑн куҫарса килме тухнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсене Турӑ пулӑшнӑ, вӗсем вара ҫичӗ пӑру тата ҫичӗ така пусса парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="27">Давид виссон тум тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫавӑн пекех Турӑ саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсем те, юрӑҫӑсем те, кӗвӗ калакансемпе юрӑҫӑсен пуҫлӑхӗ Хенания та ҫавӑн йышши тумпах пулнӑ. Давид ҫинче тата йӗтӗн ефод пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла пӗтӗм Израиль, хавассӑн кӑшкӑрса, мӑйракапа трупа кӑшкӑртса, кимвал ҫапса, псалтирь тата цитра каласа, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине куҫарса килнӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине Давид хулине илсе кӗнӗ чухне Мелхола, Саул хӗрӗ, чӳречерен пӑхса тӑнӑ пулнӑ, савӑнса сиккелесе пыракан Давид патшана курсассӑн, вӑл ӑна хӑйӗн ӑшӗнче хурланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Турӑ саккунӗн арчине илсе килсессӗн, ӑна Давид ун валли хатӗрленӗ чатӑр варрине лартнӑ та Турра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.</verse>
				<verse number="2">Давид пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ,</verse>
				<verse number="3">израильсене пурне те — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="4">Унтан вӑл темиҫе левита Ҫӳлхуҫа арчи умне Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине мухтавлама, тав тума тата аслӑлама тӑратнӑ:</verse>
				<verse number="5">Асафа — асли, Захарийӑна иккӗмӗшӗ тунӑ, Иеиелӑн, Шемирамофӑн, Иехиилӑн, Маттафиян, Елиавӑн, Ванеян, Овед-Эдомӑн, Иеиелӑн псалтирьпе цитра каламалла пулнӑ, Асафӑн кимвал ҫапмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ванеяпа Озиил священниксене Турӑ халалӗн арчи умӗнче пӗр вӗҫӗм трупа кӑшкӑртма тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="7">Давид ҫав кунхине Асафпа унӑн тӑванӗсене Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтамашкӑн пӗрремӗш хут мухтав юрри панӑ:</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр, халӑхсем хушшинче Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗр;</verse>
				<verse number="9">Ӑна мухтавлӑр, Ӑна мухтаса юрлӑр; Унӑн мӗнпур кӗтречӗ ҫинчен каласа кӑтартӑр;</verse>
				<verse number="10">Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр;</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫана, Унӑн вӑй-хӑватне шырӑр, яланах Унӑн сӑнне шырӑр;</verse>
				<verse number="12">Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр,</verse>
				<verse number="13">эсир — Израиль вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем!</verse>
				<verse number="14">Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: пӗтӗм ҫӗр ҫинче Унӑн йӗркисем.</verse>
				<verse number="15">Унӑн халалне, пин-пин сыпӑк валли каланӑ сӑмахне, Авраампа хывнӑ халалне, Исаака тупа тунине ӗмӗрӗпе астуса тӑрӑр,</verse>
				<verse number="16"></verse>
				<verse number="17">ҫавна Вӑл Иаковшӑн саккун тунӑ, Израильшӗн ӗмӗрлӗх халал туса хунӑ,</verse>
				<verse number="18">«сана Ханаан ҫӗрне еткерлӗхе парӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем ун чухне сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ, унта ютран пынӑ ҫынсем пулса пурӑннӑ,</verse>
				<verse number="20">пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран тепӗр халӑх патне куҫса ҫӳренӗ;</verse>
				<verse number="21">анчах Вӑл вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те питленӗ:</verse>
				<verse number="22">«Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр; Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр.</verse>
				<verse number="24">Халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен, пур тӗрлӗ йӑх хушшинче Унӑн кӗтречӗсем ҫинчен пӗлтерӗр:</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа аслӑ, мухтава тивӗҫлӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ.</verse>
				<verse number="26">Халӑхсенӗн туррисем пурте ӑҫтиҫук ҫеҫ, Ҫӳлхуҫа вара тӳпене пултарнӑ.</verse>
				<verse number="27">Унӑн умӗнче — мухтавлӑх та аслӑлӑх, Унӑн [сӑваплӑ] вырӑнӗнче — хӑват та чаплӑ илем.</verse>
				<verse number="28">Эй халӑхсенӗн ӑрӑвӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр та чыслӑр,</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр. Чаплӑ тум тӑхӑнса, парне илсе Ун умне пырӑр, Ҫӳлхуҫана пуҫҫапӑр.</verse>
				<verse number="30">Эй ҫут тӗнче, Унӑн умӗнче чӗтресе тӑр: Вӑл ҫут тӗнчене пултарнӑ, вӑл хускалмӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр, халӑхсем: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! тетчӗр.</verse>
				<verse number="32">Тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те шавлаччӑр, хир те, унта мӗн пурри те — пурте савӑнччӑр.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрман йывӑҫӗсем те пурте хавасланччӑр — Вӑл ҫӗре сут тума килет.</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="35">Ҫапла калӑр: эй Туррӑмӑр, эй Ҫӑлаканӑмӑр, ҫӑлсамччӗ пире! халӑхсем хушшинчен пуҫтарсамччӗ пире, вӗсенчен хӑтарсамччӗ, эпир Санӑн сӑваплӑ ятна аслӑлар, Санӑн мухтавлӑхупа мухтанар!</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӗмӗртен ӗмӗре мухтавлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь! аллилуия! тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ,</verse>
				<verse number="38">вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ,</verse>
				<verse number="39">Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ:</verse>
				<verse number="40">вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ;</verse>
				<verse number="41">вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="42">Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="43">Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсем хӑйсен килӗсене саланнӑ; Давид та хӑйӗн килне пиллеме таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Хӑйӗн керменӗнче пурӑннӑ чухне Давид Нафан пророка каланӑ: акӑ эпӗ кедр ҫуртра пурӑнатӑп, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи вара чатӑрта ларать, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Нафан Давида каланӑ: чӗрӳ мӗн шухӑшланине ту — Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах ҫав ҫӗрлех Нафана Турӑран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="4">пыр, кала Манӑн Давид чурама: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Ман валли пурӑнмалли Ҫурт лартаканӗ эсӗ мар пулӑн,</verse>
				<verse number="5">Эпӗ Израиль ывӑлӗсене илсе тухнӑ кунранпа паянхи кунчченех ҫуртра пурӑнман, чатӑртан чатӑра, вырӑнтан вырӑна ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӗтӗм Израиль халӑхӗпе пӗрле Эпӗ ӑҫта кӑна ҫӳремерӗм, анчах Хамӑн халӑхӑма кӗтсе ҫӳреме лартнӑ Израиль тӳрисене хӑшне те пулин «мӗншӗн Ман валли кедр Ҫурт лартмастӑр?» тесе пӗр сӑмах та пулин каларӑм-и?</verse>
				<verse number="7">Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм;</verse>
				<verse number="8">вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна пӗтерсе тӑкрӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм;</verse>
				<verse number="9">Эпӗ Хамӑн халӑхӑм валли, Израиль валли, вырӑн тупса патӑм, ӑна унта тӗпленсе пурӑнмалла турӑм, вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӳлӗмрен ӑна канӑҫсӑрлантармӗҫ, усал ҫынсем ӑна унчченхи пек,</verse>
				<verse number="10">Хамӑн Израиль халӑхне ертсе пыма лартнӑ тӳресен вӑхӑтӗнчи пек, хӗсӗрлемӗҫ. Эпӗ санӑн мӗнпур тӑшманна пӑхӑнтарӑп. Сана пӗлтерсе хуратӑп: Ҫӳлхуҫа санӑн килне туса ҫитерӗ.</verse>
				<verse number="11">Кунусем вӗҫленсессӗн, эсӗ аҫусем патне ӗмӗрлӗх канӑҫа кайсассӑн, санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп.</verse>
				<verse number="12">Вӑл Ман валли Ҫурт туса лартӗ, Эпӗ унӑн аслӑ пуканне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, — Хамӑн ырӑлӑхӑма, сан умӗнхинчен туртса илнӗ пек, унран туртса илмӗп.</verse>
				<verse number="14">Хамӑн Ҫуртра, Хамӑн патшалӑхра Эпӗ ӑна ӗмӗрлӗхе лартӑп, вӑл ларакан вырӑн ӗмӗрӗпе ҫирӗп пулӗ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="15">Ҫак мӗнпур сӑмаха тата хӑйне мӗн курӑннине Нафан Давида пӗтӗмпех тӗп-тӗрӗс каласа панӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид патша Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, мана ҫаплах ҫӗклемешкӗн камах ӗнтӗ эпӗ, мӗнех ӗнтӗ манӑн килӗм?</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑ та сахал пек курӑннӑ-ҫке Санӑн куҫу умӗнче, Туррӑмҫӑм; Эсӗ тата Хӑвӑн чурун килӗн малашлӑхне те пӗлтерсе хуратӑн, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ман ҫине аслӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн!</verse>
				<verse number="18">Давид ӗнтӗ Сана Хӑвӑн чуруна панӑ чап ҫинчен тата мӗн хушса калайтӑр? Эсӗ Хӑвӑн чуруна пӗлетӗн.</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ ҫакӑ аслӑ ӗҫе чуру валли чӗрӳ хушнипе тӑватӑн, аслӑлӑха уҫса паратӑн.</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫа! Хамӑр хӑлхамӑрпа мӗн-мӗн илтнинчен пӗлетпӗр эпир: Сан евӗрли ҫук, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.</verse>
				<verse number="21">Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Египетран илсе тухнӑ халӑху умӗнчен ытти халӑхсене хӑваласа ярса, аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="22">Эсӗ Израиль халӑхне ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн халӑху турӑн, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ унӑн Турри пулса тӑтӑн.</verse>
				<verse number="23">Ӗнтӗ халӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн чуру пирки, унӑн килӗ пирки каланӑ сӑмахна ӗмӗрлӗхе ҫирӗплет, Ху каланине тӳрре кӑлар.</verse>
				<verse number="24">Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑ пултӑр, ӗнтӗ ҫапла калаччӑр: Саваоф Ҫӳлхуҫа — Израиль Турри, тетчӗр; Давид чурун килӗ Санӑн умӑнта тӗреклӗ пултӑр.</verse>
				<verse number="25">Эй Туррӑм, Эсӗ Хӑвӑн чуруна «санӑн килне туса ҫитерӗп» тесе пӗлтертӗн те, ҫавӑнпа Санӑн чуру Сан умӑнта кӗлтума хӑюлӑх ҫитерчӗ.</verse>
				<verse number="26">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — Турӑ, Эсӗ Хӑвӑн чуруна халӗ те пысӑк ырӑлӑх пӗлтерсе хутӑн.</verse>
				<verse number="27">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн чурун килне пиллеме кӑмӑл тусамччӗ: вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Санӑн умӑнта пултӑр. Эсӗ пиллесессӗн, вӑл ӗмӗрӗпех пиллӗхлӗ пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид филистимсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, парӑнтарнӑ вӗсене, филистимсен аллинчен вӑл Геф хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене туртса илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл ҫавӑн пекех моавсене те парӑнтарнӑ, — моавсем Давид чурисем пулса тӑнӑ, ӑна хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="3">Давид ӗнтӗ Адраазара, Сува патшине, Емафра ҫапса аркатнӑ, лешӗ ун чухне Евфрат хӗрринчи ҫӗре пӑхӑнтарма кайнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Давид унран пин ҫар урапи, ҫичӗ пин юланутҫӑ тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ; ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="5">Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, Сува патшине Адраазара пулӑшма ҫитнӗ, анчах Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="6">Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, Сири ҫыннисем Давид чурисем пулса тӑнӑ, ӑна хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ. Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида Ҫӳлхуҫа пулӑшса пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Давид ӗнтӗ Адраазар чурисенчен ылтӑн хулканӗсене туртса илсе вӗсене Иерусалима илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Адраазар хулисенчен — Тивхафа хулипе Кун хулинчен — Давид темӗн чухлӗ пӑхӑр илсе килнӗ. Унран Соломон пӑхӑр тинӗс, юпасем тата пӑхӑр савӑт-сапа тутарнӑ.</verse>
				<verse number="9">Фой — Имаф патши — Давид Сува патшийӗн Адраазарӑн пӗтӗм ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкни ҫинчен илтнӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара вӑл Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ; Фой хӑй те Адраазара хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ; вӑл Давид валли тӗрлӗрен ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа парса янӑ.</verse>
				<verse number="11">Давид патша ҫакна ытти халӑхсенчен — Идумея, Моав, Аммон, Филисти, Амалик халӑхӗсенчен — ярса илнӗ ылтӑн-кӗмӗлпе пӗрле Ҫӳлхуҫана халалланӑ.</verse>
				<verse number="12">Авесса, Саруия ывӑлӗ, Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вунсакӑр пинлӗ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ;</verse>
				<verse number="13">Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, идумейсем пурте Давид чурисем пулса тӑнӑ. Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида Ҫӳлхуҫа пулӑшса пынӑ.</verse>
				<verse number="14">Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхне тӳрӗ сут туса, тӗрӗссине туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ,</verse>
				<verse number="16">Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Авимелех — священник, Суса — ҫыруҫӑ,</verse>
				<verse number="17">Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнче пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Наас, аммонсен патши, вилнӗ те, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вара Давид каланӑ: Наас мана ырӑ тунӑччӗ, ҫавӑншӑн эпӗ унӑн ывӑлне Аннона ырӑ тӑвам-ха, тенӗ. Давид ӗнтӗ Аннон патне, ӑна ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӑпатса лӑплантармашкӑн, элчӗсем янӑ; Давид тарҫисем Аммон ҫӗрне, Аннон патне, ӑна йӑпатса лӑплантарма пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем ярса панӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ? Унӑн тарҫисем кунта пирӗн ҫӗре пӑхса-тӗпчесе каяс та кайран тустарма килес шухӑшпа ҫитмен-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Аннон вара Давид тарҫисене ярса тытнӑ та кашнийӗн ҫур сухалне хырса янӑ, тумтирӗсене те ҫурри таран, пилӗк таран, касса кӗскетнӗ те каялла кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="5">Тухса кайнӑ вӗсем. Давида ҫакӑн ҫынчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл вӗсене хирӗҫ ҫын янӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсене питех те чыссӑрлатнӑ пулнӑ; патша вӗсене ҫапла калама хушнӑ: сухалӑр ӳссе ҫитиччен Иерихонра пулӑр, кайран тин таврӑнӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Аммонсем ӗнтӗ хӑйсем Давидӑн курайман ҫыннисем пулса тӑнине туйса илнӗ, вара Аннон тата аммонсем Месопотамири Сирие, Маах тытса тӑракан Сирие тата Сувана ҫар ураписемпе юланутҫӑсем тара илме пин талант кӗмӗл ярса панӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем вӑтӑр икӗ пин ҫар урапи тата Маах патшапа унӑн ҫыннисене тара тытнӑ. Ӗнтӗ лешӗсем килнӗ те Медева хули ҫывӑхӗнче йӗркеленсе тӑнӑ. Аммонсем те хӑйсен хулисенчен пуҫтарӑнса вӑрҫа тухнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн Давид вӗсене хирӗҫ Иоав ертсе пыракан паттӑрсен ҫарне кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="9">Аммонсем, ҫапӑҫӑва хатӗрленсе, хула хапхи умне йӗркеленсе тӑнӑ, пулӑшма килнӗ патшасем вара хирте уйрӑммӑн тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иоав, тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курсассӑн, Израиль паттӑрӗсенчен чи паттӑррисене суйласа илсе вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, кусем аммонсене хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан — сана эпӗ пулӑшӑп.</verse>
				<verse number="13">Хӑюллӑ пул, хамӑр халӑхшӑн, хамӑр Туррӑмӑр хулисемшӗн ҫирӗп тӑрӑпӑр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйне кирлӗ пек тутӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Иоав тата унпа пӗрле пулнӑ халӑх Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ те, лешӗсем унран тарма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="15">Аммонсем вара, Сири ҫыннисем тарнине курса, хӑйсем те Иоав шӑллӗнчен Авессаран тарма пуҫланӑ та хулана кӗрсе пытаннӑ. Иоав вара Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Сири ҫыннисем, хӑйсене израильсем ҫӗнтернине курсассӑн, элчӗсем ярса, юханшыв леш енче тӑракан Сири ҫыннисене чӗнтерсе илнӗ; вӗсене Адраазарӑн ҫарпуҫӗ Совак ертсе пынӑ.</verse>
				<verse number="17">Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл израильсене пурне те пуҫтарнӑ та Иордан урлӑ каҫса вӗсем патне ҫитнӗ, вӗсене хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ. Давид ӗнтӗ Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Сири ҫыннисем унпа тытӑҫса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="18">Сири ҫыннисем израильсенчен тарма пуҫланӑ. Давид Сири ҫыннисен ҫичӗ пин ҫар урапине, хӗрӗх пинлӗ ҫуран ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Совак ҫарпуҫа вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="19">Адраазар тарҫисем, хӑйсене израильсем ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, Давидпа килӗшӳ тунӑ, ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Сири ҫыннисем вара аммонсене текех пулӑшасшӑн пулман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Иоав ҫара ертсе тухнӑ та аммонсен ҫӗрне тустарма тытӑннӑ, унтан Равва хулине хупӑрласа илнӗ. Давид Иерусалимрах юлнӑ. Иоав ӗнтӗ Раввӑна ярса илсе аркатса тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="2">Давид вӗсенӗн патши пуҫӗнчен пуҫкӑшӑльне хывса илнӗ, унта пӗр талант ылтӑн та темӗн чухлӗ хаклӑ йышши чул пулнӑ; пуҫкӑшӑльне Давид пуҫне тӑхӑнтартнӑ. Хуларан питӗ нумай тупӑш илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="3">Унти халӑха вара хуларан илсе тухнӑ та пӑчкӑпа, тимӗр тӑпачӑпа, хӑртпа вӗлерсе тухнӑ. Давид аммонсен мӗнпур хулине ҫапла тунӑ. Унтан Давидпа пӗтӗм халӑх Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Каярахпа Газерта филистимсемпе вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Ҫавӑн чухне Совохай, Хуш ҫынни, рефаим ывӑлӗсенчен пӗрне, Сафа, вӗлернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн филистимсем парӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Каллех филистимсемпе вӑрҫӑ пулса иртнӗ. Ҫавӑн чухне Елханам, Иаир ывӑлӗ, Лахмие — Голиаф тӑванне, Геф ҫыннине — вӗлернӗ; лешӗн сӑнӑ аври те пир тӗртекенсен хивси пекех пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Геф хулинче тата тепӗр ҫапӑҫу пулса иртнӗ. Унта ҫӳллӗ те капмар пӗр ҫын пулнӑ, вӑл ултшар пӳрнеллӗ пулнӑ, пурӗ — ҫирӗм тӑватӑ пӳрне. Ҫавӑ та рефаим тӑхӑмех пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл Израиле хӑртнӑ, ӑна Ионафан — Давид пиччӗшӗн Шиман ывӑлӗ — вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавсем, рефаим йӑхӗн ҫынннисем, Гефра ҫуралнӑскерсем пулнӑ, вӗсем Давидпа ун тарҫисен аллинчен пӗтнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Шуйттан Израиле хирӗҫ ҫӗкленнӗ те Давида Израиль ҫыннисен йышне шута илме хистенӗ.</verse>
				<verse number="2">Давид вара Иоава тата халӑх хушшинчи пуҫлӑхсене ҫапла каланӑ: кайӑр та Израиль ҫыннисене Вирсавияран пуҫласа Дан таран шутласа тухӑр, унтан мана пӗлтерӗр, эпӗ вӗсен йышне пӗлсе тӑрам, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иоав каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн паянхи йышне ҫӗр хут ӳстертӗр. Патша хуҫамӑм, ара, вӗсем пурте хуҫамӑн чурисем мар-и? Ку ӗҫ хуҫамӑма мӗн тума кирлӗ-ха? Израиле айӑпа кӗртме мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Анчах патша сӑмахӗсем Иоава парӑнтарнӑ. Вӑл вара тухса кайнӑ, пӗтӗм Израиль тавра ҫаврӑннӑ та Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Иоав ӗнтӗ халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва Давида панӑ, израильсем мӗнпурӗ пин хутчен пин ҫын пулнӑ, хӗҫ тытма пултараканӗсем ҫӗр пин ар пулнӑ, хӗҫ тытма пултаракан иудейсем вара тӑватҫӗр ҫитмӗл пин ар пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Иоав левитсене тата Вениамин ҫыннисене шутламан, мӗншӗн тесессӗн ӑна патша сӑмахӗ килӗшмен.</verse>
				<verse number="7">Ҫак ӗҫ Турӑ умӗнче юрӑхлӑ ӗҫ пулман, ҫавӑнпа та Вӑл Израиле хаса панӑ.</verse>
				<verse number="8">Давид ӗнтӗ Турра ҫапла каланӑ: ҫак ӗҫе туса пысӑк ҫылӑха кӗтӗм эпӗ. Халӗ Хӑвӑн чурун айӑпне каҫарсамччӗ, эпӗ ытла та ӑссӑрла хӑтлантӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Давид ҫыннине, витӗркуран Гада, ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="10">пыр, Давида кайса пӗлтер: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп, вӗсенчен пӗрне хӑвна валли суйласа ил, — Эпӗ сан ҫине ҫавна ярӑп, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Гад вара Давид патне пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суйласа ил:</verse>
				<verse number="12">е виҫӗ ҫул хушши выҫлӑх, е виҫӗ уйӑх сана тӑшманусем йӗрлесе ҫӳрӗҫ, сана вӗсен хӗҫӗ ҫитӗ; е виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫинче Турӑ хӗҫӗ, мур чирӗ тата Израильре пур тӗлте те тӗп тӑвакан Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӳрӗ. Ӗнтӗ шутласа пӑх та мана сан патна калама Янӑскерне мӗн каламаллине пӗлтер, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Давид ӗнтӗ Гада каланӑ: мана питӗ йывӑр; Турӑ аллинех лекем, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ пысӑк; ҫын аллине ҫеҫ лекес марччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа вара Израиль ҫине мур чирӗ янӑ та, Израиль халӑхӗ ҫитмӗл пин ҫын вилнӗ.</verse>
				<verse number="15">Турӑ Иерусалима тӗп тума Ангела янӑ. Ангел ҫынсене пӗтерме тытӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫакна курнӑ та кун пек инкек ҫитнӗшӗн куляннӑ, вара тӗп тӑвакан Ангела каланӑ: ҫитӗ! халӗ аллуна ус, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫавӑн чухне Орна иевусей йӗтемӗ патӗнче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Давид ӗнтӗ куҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ, хӗҫ тытнӑ аллине Ангел Иерусалим ҫинелле тӑсса тӑнӑ; Давид тата аслӑ ҫынсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, ӳпне ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="17">Давид вара Турра ҫапла каланӑ: халӑх йышне шутласа тухма эпӗ хушманччӗ-и-ха? эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, эпӗ усал ӗҫ турӑм, ку сурӑхсем мӗн тунӑ-ха? Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм! Санӑн аллу ман ҫинче, ман аттемӗн килӗ ҫинче пултӑр, Хӑвӑн халӑхна ан тив, ан пӗтер ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вара Гада — лешӗ Давида пӗлтертӗр тесе — ҫапла каланӑ: Давид кайтӑр та Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тутӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Давид вара, Турӑ ятӗнчен каланӑ Гад сӑмахне итлесе, йӗтем ҫине кайнӑ.</verse>
				<verse number="20">Орна ун чухне тулӑ ҫапнӑ пулнӑ. Вӑл ҫаврӑнса пӑхнӑ та Ангела курах кайнӑ, вара вӑл тӑватӑ ывӑлӗпе пӗрле тарса пытаннӑ.</verse>
				<verse number="21">Давид Орна патне ҫитнӗ. Давида курсанах Орна йӗтем ҫинчен тухнӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="22">Давид вара Орнана каланӑ: йӗтем вырӑнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкне пар мана, унта эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн тӑвӑп; ӑна тулли хакӗпех сут мана, вара халӑха тӗп тӑвасси чарӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Орна Давида каланӑ: илех; патша хуҫамӑм хӑйне кирлӗ пек тутӑр; акӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вӑкӑрсем парам, тӑпачӑ таврашӗ вутӑлӑх пултӑр, тулӑ та парне валли пултӑр, йӑлтах тӳлевсӗр, ахалех, паратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Давид патша Орнана каланӑ: ҫук, эпӗ санран хӑйӗн хакӗпе туянасшӑн, Ҫӳлхуҫана санӑн пурлӑхна кӳместӗп, эпӗ тӳлевсӗр илнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳместӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Давид вара Орнана ҫак вырӑншӑн ултҫӗр сикль ылтӑн панӑ.</verse>
				<verse number="26">Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ; Ҫӳлхуҫана чӗнсе кӗлтунӑ, ӑна илтнине Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫине тӳперен вут-ҫулӑм ярса пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа вара Ангела: хӗҫҫӳне йӗннине чиксе хур, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑн чухне Давид, Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче хӑйне Ҫӳлхуҫа илтнине курсассӑн, унта парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="29">Моисей пушхирте тунӑ кӗлӗ чатӑрӗпе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ ун чухне Гаваон тӑвӗ ҫинче пулнӑ.</verse>
				<verse number="30">Давид унта кайса Турра чӗнсе кӗлтума пултарайман, мӗншӗн тесессӗн ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗн хӗҫӗ хӑратса ӳкернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Давид каланӑ: ҫакӑнта Израиль халӑхӗ валли Ҫӳлхуҫа Туррӑн Ҫурчӗ тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Давид вара Израиль ҫӗрӗ ҫине аякран килнӗ ҫынсене пуҫтарма хушнӑ, вӑл вӗсен хушшинчен чул касакансене суйласа илнӗ те ҫавсене Турӑ Ҫурчӗ валли чул чутлама тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="3">Давид хапха алӑкӗсем валли пӑталӑх тата хытаркӑчсем валли темӗн чухлӗ тимӗр хатӗрленӗ, шутсӑр нумай пӑхӑр хатӗрлесе хунӑ,</verse>
				<verse number="4">кедр йывӑҫӗ те шутсӑр-сумсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Сидонпа Тир ҫыннисем Давида кедр йывӑҫӗ нумай кӳрсе панӑ.</verse>
				<verse number="5">Давид ҫапла каланӑ: Соломон ывӑлӑм ҫамрӑк та хевтесӗр-ха, Ҫӳлхуҫа валли тӑвакан Ҫурт вара капмар та чаплӑ пулмалла, ытти ҫӗрсен умӗнче илемӗпе те, мухтавӗпе те палӑрса тӑтӑр; ӗнтӗ ҫак Ҫурта тума мӗн кирлине хатӗрлесе хурӑп, тенӗ. Ҫапла Давид хӑй виличчен нумай хатӗрлесе хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл ывӑлне, Соломона, чӗнсе илнӗ те Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ валли Ҫурт тума пиллӗх панӑ.</verse>
				<verse number="7">Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ,</verse>
				<verse number="8">анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн.</verse>
				<verse number="9">Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп.</verse>
				<verse number="10">Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Халӗ те, ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр! ӗҫӳ ӑнса пытӑр, Ҫӳлхуҫа Турру валли, Вӑл сан пирки каланӑ пек, Ҫурт туса лартмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа сана ӑс-хакӑл патӑр, Израиль патшине ларттӑр; эсӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррун саккунне уяса пурӑн.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Израиле Моисей урлӑ халалланӑ йӗркесене, саккунсене пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн ҫеҫ ӗҫӳ ӑнӑҫса пырӗ санӑн. Ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан шиклен.</verse>
				<verse number="14">Хӗсӗк пурӑнӑҫпа та эпӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли ҫӗр пин талант ылтӑн тата пин хут пин талант кӗмӗл хатӗрлерӗм, ытла та нумаййипе тимӗрпе пӑхӑрӑн ӗнтӗ виҫи те ҫук; йывӑҫ та, чул та хатӗрлерӗм, эсӗ вара ун ҫумне тата хуш.</verse>
				<verse number="15">Ӗҫлевҫӗсем — чул чутлакансем, эреш ӑстисем, каскалакансем, тӗрлӗ ӗҫе пултаракансем — темӗн чухлех санӑн;</verse>
				<verse number="16">ылтӑн-кӗмӗлпе пӑхӑр-тимӗрӗн шучӗ те ҫук: пуҫла та ӗҫле. Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Давид Израилӗн мӗнпур пуҫлӑхне хӑйӗн ывӑлне пулӑшма халалласа хӑварнӑ:</verse>
				<verse number="18">ара, Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа пӗрле мар-и? Вӑл сире пур енчен те тӑнӑҫлӑх памарӗ-и? Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ман аллӑма пачӗ те, ҫӗр Ҫӳлхуҫана тата Унӑн халӑхне парӑнчӗ.</verse>
				<verse number="19">Апла чӗрӗрпе чунӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр майлӑ ҫавӑрӑр. Пуҫтарӑнӑр та Ҫӳлхуҫа Турӑ валли Ҫурт лартӑр, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине, Туррӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӑвакан Ҫурта куҫармалла пултӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Ватӑлса ҫитсессӗн, мӗн тӑраниччен пурӑнсассӑн, Давид хӑйӗн ывӑлне Соломона Израиль патшине лартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл Израилӗн мӗнпур пуҫлӑхне, священникне, левитне пуҫтарнӑ та</verse>
				<verse number="3">левитсене — вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисене — шута илсе тухнӑ, йӑлтах шутласассӑн вӗсем вӑтӑр сакӑр пин пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсене тӗрлӗ ӗҫ уйӑрса панӑ: ҫирӗм тӑватӑ пин ҫынна — Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи ӗҫсене йӗркелесе тӑма, ултӑ пинне — ҫыруҫӑ, тӳре пулма,</verse>
				<verse number="5">тӑватӑ пинне хапха умӗнче тӑма суйласа илнӗ, тӑватӑ пин ҫыннин вара Давид патша ятарласа Турра аслӑлама ӑсталанӑ кӗвӗ сӑпрайӗсемпе Ҫӳлхуҫана аслӑламалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Давид вӗсене Левий ывӑлӗсенӗн — Гирсонӑн, Каафӑн, Мерарин — ӑрӑвӗсем тӑрӑх пайласа тухнӑ.</verse>
				<verse number="7">Гирсон ӑрӑвӗнчен унта Лаедан тата Шимей пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Лаедан ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ Иехиил, Зефам тата Иоиль — виҫҫӗн.</verse>
				<verse number="9">Шимей ывӑлӗсем: Шиломиф, Хазиил тата Гаран — виҫҫӗн. Вӗсем Лаедан тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Шимейӗн ытти ывӑлӗсем: Иахаф, Зиза, Иеуш тата Берия. Кусем — Шимей ывӑлӗсем, тӑваттӑн.</verse>
				<verse number="11">Иахаф — асли, Зиза иккӗмӗшӗ пулнӑ; Иеушпа Бериян ачисем йышлӑн пулман та, ҫавӑнпа вӗсем пӗр кил-йыш шутланнӑ.</verse>
				<verse number="12">Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил — тӑваттӑн.</verse>
				<verse number="13">Амрам ывӑлӗсем: Аарон тата Моисей. Аарона ятарласа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм валли уйӑрса илнӗ, унӑн тата унӑн ывӑлӗсен ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ӑна ӗҫлесе тӑмалла, Унӑн ячӗпе пиллесе тӑмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Моисее вара, Турӑ ҫыннине, тата унӑн ывӑлӗсене Левий йӑхӗн шутне кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="15">Моисей ывӑлӗсем: Гирсон тата Елиезер.</verse>
				<verse number="16">Гирсон ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ Шевуил пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Елиезер ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ Рехавия пулнӑ. Елиезерӑн урӑх ывӑл пулман; Рехавиян вара ывӑл питӗ нумай пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ицгар ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ — Шеломиф.</verse>
				<verse number="19">Хеврон ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ — Иерия, иккӗмӗшӗ — Амария, виҫҫӗмӗшӗ — Иахазиил, тӑваттӑмӗшӗ — Иекамам.</verse>
				<verse number="20">Озиил ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ — Миха, иккӗмӗшӗ — Ишшия.</verse>
				<verse number="21">Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Махли ывӑлӗсем: Елеазар тата Кис.</verse>
				<verse number="22">Ӗнтӗ Елеазар вилнӗ, унӑн ывӑл пулман, хӗрсем кӑна пулнӑ; вӗсене Кис ывӑлӗсем, хӑйсен тӑванӗсем, качча илнӗ.</verse>
				<verse number="23">Муши ывӑлӗсем: Махли, Едер тата Иремоф — виҫҫӗн.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем ӗнтӗ Левий ывӑлӗсем — ашшӗ килӗ тӑрӑх шутласа тухнӑскерсем, кил-йыш пуҫлӑхӗсем, пӗрерӗн ятран шута илнӗскерсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем, ҫирӗм ҫулхинчен пуҫласа унтан аслӑраххисем — пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Давид ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑйӗн халӑхне канлӗх пачӗ те ӑна Иерусалимра ӗмӗрлӗхе тӗплентерчӗ,</verse>
				<verse number="26">малашне левитсен кӗлӗ чатӑрне тата унӑн япалисене, кӗлӗ тунӑ чухне кирлӗ япаласене, ҫӗклесе ҫӳремелле пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ;</verse>
				<verse number="28">вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ,</verse>
				<verse number="29">Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ,</verse>
				<verse number="30">вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ,</verse>
				<verse number="31">шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ,</verse>
				<verse number="32">вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Акӑ Аарон ывӑлӗсен ушкӑнӗсем: Аарон ывӑлӗсем: Надав, Авиуд, Елеазар тата Ифамар.</verse>
				<verse number="2">Надавпа Авиуд хӑйсен ашшӗнчен маларах вилнӗ, вӗсен ывӑл пулман, ҫавӑнпа та священник ӗҫӗсене Елеазарпа Ифамар ӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="3">Елеазар ывӑлӗсемпе Ифамар ывӑлӗсене Давид, черетпе ӗҫлесе тӑччӑр тесе, икӗ ушкӑна пайланӑ, ӑна Елеазар тӑхӑмӗ Садок тата Ифамар тӑхӑмӗ Ахимелех пулӑшса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Елеазар йӑхӗнче ӑру пуҫӗсем Ифамар йӑхӗнчи ӑру пуҫӗсенчен ытларах пулнӑ. Елеазар йӑхӗнче вӗсем вунулттӑ, Ифамар йӑхӗнче саккӑр пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсене — Елеазарпа Ифамар ывӑлӗсене — шӑпа ярса уйӑрнӑ, вӗсем ӗнтӗ сӑваплӑ пӳлӗмре Турӑ умӗнче тӑмалли тӗп ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна ҫырса пыраканӗ Шемаия — Нафанаил ывӑлӗ, левит-ҫыруҫӑ — пулнӑ, ҫырасса вӑл патша умӗнче, аслӑ ҫынсем умӗнче, Садок священник умӗнче, Авиафар ывӑлӗ Ахимелех умӗнче, священниксен тата левитсен кил-йышӗсен пуҫӗсем умӗнче ҫырса тӑнӑ: шӑпа туртнӑ чухне пӗрре Елеазар йӑхӗн ҫынни, тепре Ифамар йӑхӗн ҫынни шӑпа туртнӑ.</verse>
				<verse number="7">Пӗрремӗш шӑпа Иегоиарива тухнӑ, иккӗмӗшӗ — Иедаияна,</verse>
				<verse number="8">виҫҫӗмӗшӗ — Харима, тӑваттӑмӗшӗ — Сеорима,</verse>
				<verse number="9">пиллӗкӗмӗшӗ — Малхие, улттӑмӗшӗ — Миямина,</verse>
				<verse number="10">ҫиччӗмӗшӗ — Гаккоца, саккӑрмӗшӗ — Авияна,</verse>
				<verse number="11">тӑххӑрмӗшӗ — Иешуя, вуннӑмӗшӗ — Шеханияна,</verse>
				<verse number="12">вунпӗрмӗшӗ — Елиашива, вуниккӗмӗшӗ — Иакима,</verse>
				<verse number="13">вунвиҫҫӗмӗшӗ — Хушая, вунтӑваттӑмӗшӗ — Иешевава,</verse>
				<verse number="14">вунпиллӗкӗмӗшӗ — Вилгана, вунулттӑмӗшӗ — Имера,</verse>
				<verse number="15">вунҫиччӗмӗшӗ — Хезира, вунсаккӑрмӗшӗ — Гапицеца,</verse>
				<verse number="16">вунтӑххӑрмӗшӗ — Петахияна, ҫирӗммӗшӗ — Иезекииле,</verse>
				<verse number="17">ҫирӗм пӗрремӗшӗ — Иахина, ҫирӗм иккӗмӗшӗ — Гамула,</verse>
				<verse number="18">ҫирӗм виҫҫӗмӗшӗ — Делаияна, ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗ Маазияна тухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫакӑ ҫынсене ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлеме суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе вӗсен черетпе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Аарона халалласа хӑварнӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Левийӗн ытти ывӑлӗсем: Амрам ывӑлӗсенчен: Шуваил; Шуваил ывӑлӗсенчен: Иедия;</verse>
				<verse number="21">Рехавия ӑрӑвӗнчен: Рехавия ывӑлӗсенчен Ишшия пӗрремӗшӗ пулнӑ;</verse>
				<verse number="22">Ицгар ӑрӑвӗнчен: Шеломоф; Шеломоф ывӑлӗсенчен: Иахав;</verse>
				<verse number="23">Хеврон ывӑлӗсенчен: пӗрремӗшӗ — Иерия, иккӗмӗшӗ — Амария, виҫҫӗмӗшӗ — Иахазиил, тӑваттӑмӗшӗ — Иекамам.</verse>
				<verse number="24">Озиил ывӑлӗсенчен: Миха; Миха ывӑлӗсенчен: Шамир.</verse>
				<verse number="25">Миха пӗртӑванӗ Ишшия; Ишшия ывӑлӗсенчен: Захария.</verse>
				<verse number="26">Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши; Иаазия ывӑлӗсенчен: Бено.</verse>
				<verse number="27">Мерари ывӑлӗн Иаазиян ывӑлӗсенчен: Бено тата Шогам, Заккур тата Иври.</verse>
				<verse number="28">Махли ывӑлӗ — Елеазар; Елеазарӑн ывӑл пулман.</verse>
				<verse number="29">Кисӑн: унӑн ывӑлӗсенчен: Иерахмиил;</verse>
				<verse number="30">Муши ывӑлӗсем: Махли, Едер тата Иеримоф. Кусем — левитсен, вӗсен ӑрӑвӗсен ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="31">Вӗсем те шӑпа туртнӑ: Давид патша умӗнче, Садокпа Ахимелех умӗнче, священниксемпе левитсен кил-йышӗсен пуҫӗсен умӗнче хӑйсен тӑванӗсемпе, Аарон ывӑлӗсемпе, пӗр танах шӑпа туртнӑ, кил-йыш пуҫӗсем хӑйсен кӗҫӗн тӑванӗсемпе пӗр тан пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Давидпа ҫарпуҫсем ӗнтӗ Асаф, Еман тата Идифун ывӑлӗсене ятарлӑ ӗҫ валли уйӑрса илнӗ: вӗсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал ҫапса Турра аслӑламалла пулнӑ; ҫав ӗҫе тӑвакансенӗн йышӗ:</verse>
				<verse number="2">Асаф ывӑлӗсенчен: Заккур, Иосиф, Нефания тата Ашарела; ывӑлӗсене Асаф хӑй ертсе пынӑ, кӗвӗ сӑпрайӗсене вӑл патша вӗрентнӗ пек каланӑ.</verse>
				<verse number="3">Идифунран — Идифун ывӑлӗсем: Гедалия, Цери, Исаия, Семей, Хашавия тата Маттафия — улттӑн; вӗсене хӑйсен ашшӗ Идифун — Ҫӳлхуҫана аслӑласа, мухтаса цитра калаканскер — ертсе пынӑ;</verse>
				<verse number="4">Еманран — Еман ывӑлӗсем: Буккия, Матфания, Озиил, Шевуил, Иеримоф, Ханания, Ханани, Елиафа, Гиддалти, Ромамти-Езер, Иошбекаша, Маллофи, Гофир тата Махазиоф.</verse>
				<verse number="5">Кусем пурте — Еман ывӑлӗсем; Еман вӑл патшанӑн витӗркуранӗ пулнӑ, унӑн мӑйраки Турӑ сӑмахӗпе ҫӗкленнӗ: Турӑ ӑна вунтӑватӑ ывӑлпа виҫӗ хӗр панӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем пурте ашшӗ ертсе пынипе кимвал ҫапса, псалтирьпе цитра каласа Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юрланӑ, ҫапла вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, патша мӗн хушнине е Асаф, е Идифун, е тата Еман кӑтартнине туса пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсене те, вӗсенӗн тӑванӗсене те Ҫӳлхуҫа умӗнче юрлама вӗрентнӗ, ҫак ӗҫе пӗлекенсем мӗнпурӗ икҫӗр сакӑрвун ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫак ӗҫе черетпе туса тӑма, вӗсем — аслисемпе кӗҫӗннисем те, вӗрентекенсемпе вӗренекенӗсем те — пӗр тан шӑпа янӑ.</verse>
				<verse number="9">Пӗрремӗш шӑпа Асафа, Иосиф валли, тухнӑ; иккӗмӗшӗ — Гедалийӑпа унӑн тӑванӗсемпе ывӑлӗсене; вӗсем вуниккӗн пулнӑ;</verse>
				<verse number="10">виҫҫӗмӗшӗ — Заккурпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="11">тӑваттӑмӗшӗ — Ицрийпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="12">пиллӗкӗмӗшӗ — Нефанийӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="13">улттӑмӗшӗ — Буккияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="14">ҫиччӗмӗшӗ — Иесарелӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="15">саккӑрмӗшӗ — Исаийӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="16">тӑххӑрмӗшӗ — Матфанияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="17">вуннӑмӗшӗ — Шимейпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="18">вунпӗрмӗшӗ — Азариилпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="19">вуниккӗмӗшӗ — Хашавияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="20">вунвиҫҫӗмӗшӗ — Шуваилпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="21">вунтӑваттӑмӗшӗ — Маттафияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="22">вунпиллӗкмӗшӗ — Иеримофпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="23">вунулттӑмӗшӗ — Хананияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="24">вунҫиччӗмӗшӗ — Иошбекашӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="25">вунсаккӑрмӗшӗ — Хананипе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="26">вунтӑххӑрмӗшӗ — Маллофийпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="27">ҫирӗммӗшӗ — Елиафпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="28">ҫирӗм пӗрремӗшӗ — Гофирпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="29">ҫирӗм иккӗмӗшӗ — Гиддалтипе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="30">ҫирӗм виҫҫӗмӗшӗ — Махазиофпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;</verse>
				<verse number="31">ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗ — Ромамти-Езерпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Акӑ хапха хуралҫисен ушкӑнӗсем: Корей ӑрӑвӗнчен: Корей ывӑлӗ Мешелемия, вӑл — Асаф ывӑлӗсенчен.</verse>
				<verse number="2">Мешелемия ывӑлӗсем: малтанхи — Захария, иккӗмӗшӗ — Иедиаил, виҫҫӗмӗшӗ — Зевадия, тӑваттӑмӗшӗ — Иафниил,</verse>
				<verse number="3">пиллӗкӗмӗшӗ — Елам, улттӑмӗшӗ — Иегоханан, ҫиччӗмӗшӗ — Елиегоэнай.</verse>
				<verse number="4">Овед-Эдом ывӑлӗсем: малтанхи — Шемаия, иккӗмӗшӗ — Иегозавад, виҫҫӗмӗшӗ — Иоах, тӑваттӑмӗшӗ — Сахар, пиллӗкӗмӗшӗ — Нафанаил,</verse>
				<verse number="5">улттӑмӗшӗ — Аммиил, ҫиччӗмӗшӗ — Иссахар, саккӑрмӗшӗ — Пеульфай, ӗнтӗ Турӑ Овед-Эдома пиллӗх панӑ.</verse>
				<verse number="6">Унӑн Шемаия ятлӑ ывӑлӗн те хӑйсен ӑрӑвӗнче пуҫ пулса тӑракан ывӑлсем ҫуралнӑ, вӗсем паттӑр ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Шемаия ывӑлӗсем: Офни, Рефаил, Овед тата Елзавад, унӑн тӑванӗсем, вӑйлӑ ҫынсем: Елия, Семахия [тата Иеваком].</verse>
				<verse number="8">Ҫак ҫынсем пурте Овед-Эдом тӑхӑмӗсем пулнӑ; вӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсем, вӗсенӗн тӑванӗсем пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫынсем пулнӑ: вӗсем Овед-Эдомӑн утмӑл иккӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Мешелемиян пултаруллӑ ывӑлӗсем, тӑванӗсем пурӗ вунсаккӑрӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Мерари йӑхӗнчи Хоса ывӑлӗсем: асли — Шимри, вӑл малтанхи ывӑл пулман пулсассӑн та, ашшӗ ӑна асли пулма лартнӑ;</verse>
				<verse number="11">иккӗмӗшӗ — Хелкия, виҫҫӗмӗшӗ — Тевалия, тӑваттӑмӗшӗ — Захария; Хосан ывӑлӗсемпе тӑванӗсем пурӗ вунвиҫҫӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫак ҫынсем — хапха хуралҫисен пуҫлӑхӗсем, вӗсем — кил-йыш пуҫӗсем, вӗсен тӑванӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлемелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Кашни хапха тӗлӗшӗнчен вӗсем хӑйсен кил-йышӗ тӑрӑх асли те, кӗҫӗнни те шӑпа сиктернӗ.</verse>
				<verse number="14">Шелемияна шӑпа тухнӑ — унӑн тухӑҫ енчи хапхана сыхламалла пулнӑ; Захарийӑна — унӑн ывӑлне, ӑслӑ канашҫӑна — шӑпа ярсассӑн ҫурҫӗр енӗ тухнӑ;</verse>
				<verse number="15">Овед-Эдома кӑнтӑр енӗ тухнӑ, унӑн ывӑлӗсене вара тӗрлӗ пурлӑх управӑшӗсем лекнӗ.</verse>
				<verse number="16">Шупимпа Хосан анӑҫ енче Шаллехет хапхи умӗнче тӑмалла пулнӑ, ку вырӑнта ҫул тӑвалла хӑпарнӑ. Хуралҫӑсем тӗлме-тӗл тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Тухӑҫ енче кунсерен — ултшар левит, ҫурҫӗр енче кунсерен — тӑватшар, кӑнтӑр енче кунсерен — тӑватшар, пурлӑх управӑшӗсем патӗнче икшер левит тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Анӑҫ енчи картишӗнче тӑватӑ хуралҫӑ, картиш енне каякан ҫул ҫинче икшер хуралҫӑ тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫаксем ӗнтӗ — хапха хуралҫисен, Корей ывӑлӗсемпе Мерари ывӑлӗсен, ушкӑнӗсем.</verse>
				<verse number="20">Левитсемех, вӗсен тӑванӗсем, Турӑ Ҫуртӗнчи хаклӑ япаласене тата халалланӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="21">вӗсем Герсон ывӑлӗн Лаеданӑн ывӑлӗсем пулнӑ. Лаеданран, Герсон ывӑлӗнчен, кил-йыш пуҫӗ Иехиел тухнӑ.</verse>
				<verse number="22">Иехиел ывӑлӗсем: Зефампа унӑн пӗртӑванӗ Иоиль, вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="23">вӗсем ҫак ӗҫе Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил тӑхӑмӗсемпе пӗрле туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Шевуил — Моисей ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Елиезерӑн, Шевуил пӗртӑванӗн, Рехавия ятлӑ ывӑл пулнӑ; Рехавия ывӑлӗ — Исаия, Исаия ывӑлӗ — Иорам, Иорам ывӑлӗ — Зихрий, Зихрий ывӑлӗ — Шеломиф.</verse>
				<verse number="26">Шеломифпа унӑн тӑванӗсем вара Давид патшапа кил-йыш пуҫӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем тата ҫарпуҫсем Турра халалласа панӑ хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӑрҫӑра туртса илнӗ тупӑша вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тытса тӑма халалласа панӑ.</verse>
				<verse number="28">Самуил пророк халаллани те, Кис ывӑлӗ Саул, Нир ывӑлӗ Авенир, Саруия ывӑлӗ Иоав халалласа пани те пӗтӗмпех Шеломифпа унӑн тӑванӗсен аллинче пулнӑ.</verse>
				<verse number="29">Ицгар ӑрӑвӗнчен: Хенанияпа ун ывӑлӗсене, ҫыруҫӑсемпе тӳресем пулса, Израилӗн тулашри ӗҫӗсене туса пыма уйӑрнӑ.</verse>
				<verse number="30">Хеврон ӑрӑвӗнчен: Хашавияпа ун тӑванӗсем — хастар ҫынсем, пин те ҫичҫӗр ҫын — Израильре, Иордан ку енчи анӑҫ ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫашӑн мӗнле ӗҫлесе тӑнине, патша ӗҫӗ мӗнле пулса пынине сӑнаса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="31">Хеврон ҫыннисен пуҫлӑхӗ Хеврон ӑрӑвӗн ҫынни Иерия пулнӑ. Давид хӗрӗхмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӗсене шута илсе тухнӑ, вӗсем хушшинче Галаад ҫӗрӗнчи Иазер хулинче хӑюллӑ ҫынсем тупӑннӑ.</verse>
				<verse number="32">Вара Давид патша унӑн тӑванӗсене — пултаруллӑ ҫынсене, кил-йыш пуҫӗсене, пурӗ пин те ҫичҫӗр ҫынна — Рувимпа Гад йӑхӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Турӑ ӗҫӗсене тата патша ӗҫӗсене мӗнле туса тӑнине пӑхса тӑма лартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Акӑ патшана ӗҫлесе тӑнӑ Израиль ывӑлӗсем: вӗсем — кил-йыш пуҫӗсем, пинпӳсем, ҫӗрпӳсем тата пӑхавҫӑсем. Вӗсем, уйрӑм ушкӑнсене пайланса, уйӑхсерен киле-киле тӑрса, ҫулталӑк тӑршшӗпех патшанӑн мӗнпур ӗҫне туса тӑнӑ. Кашни ушкӑнра тӑватшар пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Пӗрремӗш уйӑхра ӗҫлекен пӗрремӗш уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ Завдиил ывӑлӗ Иашовам пулнӑ; унӑн уйрӑмӗнче ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="3">вӑл Фарес ывӑлӗсенчен пулнӑ, пӗрремӗш уйӑхра ӗҫлекен ҫарпуҫсен пуҫлӑхӗ шутланнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иккӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне Ахоха ҫынни Додай ертсе пынӑ; унӑн уйрӑмне Миклоф пуҫлӑх та кӗнӗ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Виҫҫӗмӗш ҫарпуҫӗ Иодай священник ывӑлӗ Ванея пулнӑ, вӑл, чи аслӑ пуҫлӑх, виҫҫӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пынӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="6">Ванея — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӗсен пуҫлӑхӗ, ун уйрӑмӗнче хӑйӗн ывӑлӗ Аммизавад пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Тӑваттӑмӗшӗ, тӑваттӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Иоавпа пӗртӑван Асаил пулнӑ, ун хыҫҫӑнхи пуҫлӑх ун ывӑлӗ Завадия пулнӑ; Асаил уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Пиллӗкӗмӗшӗ, пиллӗкӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Израх ҫынни Шамгуф пуҫлӑх пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Улттӑмӗшӗ, улттӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Ира — Иккеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни — пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫиччӗмӗшӗ, ҫиччӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Пелон ҫынни Хелец, Ефрем йӑхӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Саккӑрмӗшӗ, саккӑрмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Хуш ҫынни Совохай, Зара ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Тӑххӑрмӗшӗ, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Анафоф ҫынни Авиезер, Вениамин йӑхӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вуннӑмӗшӗ, вуннӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Нетофа ҫынни Магарай, Зара ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вунпӗрмӗшӗ, вунпӗрмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Пирафон ҫынни Ванея, Ефрем йӑхӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вуниккӗмӗшӗ, вуниккӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Нетофа ҫынни Хелдай, Гофониил тӑхӑмӗ, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вара ҫаксем пулнӑ: Рувим ывӑлӗсен — Зихри ывӑлӗ Елиезер; Симеонӑн — Мааха ывӑлӗ Сафатия;</verse>
				<verse number="17">Левийӗн — Кемуил ывӑлӗ Хашавия; Ааронӑн — Садок;</verse>
				<verse number="18">Иудӑн — Давид пиччӗшӗ Елиав; Иссахарӑн — Михаил ывӑлӗ Омри;</verse>
				<verse number="19">Завулонӑн — Овадия ывӑлӗ Ишмаия; Неффалимӑн — Азриил ывӑлӗ Иеримоф;</verse>
				<verse number="20">Ефрем ывӑлӗсенӗн — Азазия ывӑлӗ Осия; Манассия ҫур йӑхӗн — Федаия ывӑлӗ Иоиль;</verse>
				<verse number="21">Галаад ҫӗрӗнчи Манассия ҫур йӑхӗн — Захария ывӑлӗ Иддо; Вениаминӑн — Авенир ывӑлӗ Иаасиил;</verse>
				<verse number="22">Данӑн — Иерохам ывӑлӗ Азариил. Ҫаксем Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Давид ҫирӗм ҫулхисенчен кӗҫӗнреххисене шута илмен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑлатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Иоав, Саруия ывӑлӗ, халӑх йышне шутлама пуҫланӑ пулнӑ, анчах ӗҫне вӗҫлеймен. Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Израиле ҫилленнӗ, вара ҫав шутлав Давид патшанӑн ҫулсеренхи кӗнекине кӗреймен.</verse>
				<verse number="25">Патша пурлӑхне Адиил ывӑлӗ Азмавеф сыхланӑ, уй-хирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлӑха вара Уззия ывӑлӗ Иоанафан пӑхса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="26">уй-хирте ҫӗр ӗҫӗ тӑвакансене — Хелув ывӑлӗ Езрий;</verse>
				<verse number="27">иҫӗм ҫырли пахчисене — Рама ҫынни Шимей, иҫӗм ҫырли эрехне упракан вырӑнсене — Шефам ҫынни Завдий;</verse>
				<verse number="28">айлӑмри ҫу йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене — Гедер ҫынни Баал-Ханан, йывӑҫ ҫӑвне — Иоас;</verse>
				<verse number="29">Шаронра кӗтӳре ҫӳрекен шултӑра выльӑха — Шарон ҫынни Шитрай, айлӑмри выльӑха — Адлай ывӑлӗ Шафат;</verse>
				<verse number="30">тӗвесене — Исмаил ҫынни Овил, ашаксене — Мерониф ҫынни Иехдия;</verse>
				<verse number="31">вак выльӑха Агарь ҫынни Иазиз пӑхса тӑнӑ. Кусем пурте Давид патшан пурлӑхӗпе хуҫалӑхне тӗрӗслесе тӑракан пуҫлӑхсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ионафан, Давид пиччӗшӗ, канашҫӑ пулнӑ, вӑл ӑслӑ ҫын, ҫыруҫӑ пулнӑ; Хахмоний ывӑлӗ Иехиил патша ачисем ҫумӗнче пулнӑ;</verse>
				<verse number="33">патша канашҫи Ахитофел пулнӑ; Архи ҫынни Хусий вара патшан тусӗ пулнӑ;</verse>
				<verse number="34">Ахитофел хыҫҫӑнхи канашҫӑсем — Ванея ывӑлӗ Иодай тата Авиафар; Иоав вара патшан ҫарпуҫӗ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Давид ӗнтӗ Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне, йӑх пуҫӗсене, ҫар ушкӑнӗсен пуҫлӑхӗсене, патшашӑн ӗҫлекенскерсене, тата пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, патшанӑн мӗнпур пурлӑхӗпе хуҫалӑхне, кӗтӗвӗсене пӑхса тӑракансене, хӑйӗн ывӑлӗсемпе хайрансене, ҫарпуҫсене, пӗтӗм паттӑр ара Иерусалима пуҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="2">Давид ура ҫине тӑнӑ та ҫапла каланӑ: итлӗр мана, тӑванӑмсем, халӑхӑм! Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи валли канлӗ Ҫурт тӑвас шухӑш, Туррӑмӑр валли ура сакки тӑвас шухӑш яланах чӗремреччӗ, эпӗ ӗнтӗ ӑна тума мӗн кирлине хатӗрленӗччӗ.</verse>
				<verse number="3">Анчах Турӑ мана каларӗ: санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн эсӗ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ ҫын, эсӗ юн юхтарнӑ, терӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫапах та Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ аттемӗн пӗтӗм килӗнчен ӗмӗрӗпе Израиль патши пулма мана суйласа илчӗ, ӗнтӗ Вӑл Иудӑна ҫулпуҫ пулма суйланӑ, аттемӗн килӗ вара Иудӑн килӗнче шутланать; аттемӗн ывӑлӗсенчен вара пӗтӗм Израиль патшине лартма мана кӑмӑл тунӑ,</verse>
				<verse number="5">манӑн мӗнпур ывӑлӑмран, — Ҫӳлхуҫа мана нумай ывӑл пачӗ, — Вӑл Соломон ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчӗ,</verse>
				<verse number="6">вара мана ҫапла каларӗ: Манӑн Ҫуртӑма, Манӑн картишӗмсене Соломон ывӑлу тӑвӗ, Эпӗ ӑна Хамӑн ывӑлӑм пулма суйласа илтӗм, Эпӗ вара унӑн ашшӗ пулӑп,</verse>
				<verse number="7">Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ хывнӑ йӗркесене хальчченхи пекех пурӑнӑҫа килтерсе пырсассӑн, унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм Израиль куҫӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа пухӑвӗ умӗнче Туррӑмӑр илтмелле калатӑп: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн мӗнпур ӳкӗтне уяса пурӑнӑр, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр, ҫавӑн чухне тин ҫак ырӑ ҫӗре тытса тӑма, ӑна ӗмӗрлӗхе ачӑрсене еткерлӗхе хӑварма пултарайӑр;</verse>
				<verse number="9">эсӗ вара, Соломон ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет. Ӑна шыратӑн пулсассӑн, тупӑн Ӑна, Ӑна пӑрахатӑн пулсассӑн, Вӑл та сана яланлӑхах пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="10">Асту, Ҫӳлхуҫа сана таса Ҫурт тума суйласа илнӗ пулсассӑн, ҫирӗп пул та ӗҫле, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ,</verse>
				<verse number="12">чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине,</verse>
				<verse number="13">священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен,</verse>
				<verse number="14">Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫутаткӑҫсемпе ылтӑн лампадӑсем валли, кашни ҫутаткӑҫпа лампада виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; ҫавӑн пекех кӗмӗл ҫутаткӑҫсем валли, кашни ҫутаткӑҫӑн, кашни лампадӑн виҫине палӑртса, вӗсемпе хӑш тӗлте усӑ курмаллине шута илсе, кӗмӗл панӑ;</verse>
				<verse number="16">парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел тума, ылтӑн сӗтелсем тума, кӗмӗл сӗтелсем тума ылтӑн тата кӗмӗл панӑ;</verse>
				<verse number="17">таса ылтӑнран тумалли кашни япалан виҫине палӑртса, юплешкесем, чашӑксем, сирпӗтмелли савӑтсем валли ылтӑн панӑ; кашни савӑтӑн виҫине палӑртса, кӗмӗл савӑтсем валли кӗмӗл панӑ;</verse>
				<verse number="18">ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнне шӑратнӑ ылтӑнран тума, виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; Турӑ урапине, саккун арчи ҫийӗн ҫунаттисене сарса тӑракан херувимсене, тума ылтӑн панӑ.</verse>
				<verse number="19">Давид ҫапла каланӑ: эпӗ ҫакна пурне те Ҫӳлхуҫа пӗлтерсе тӑнипе ҫырнӑ, Вӑл мана ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Давид хӑйӗн Соломон ывӑлне тата каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан сехӗрлен — Ҫӳлхуҫа Турӑ, манӑн Туррӑм, санпа пӗрле пулӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тумалли пӗтӗм ӗҫе вӗҫличчен Вӑл санран пӑрӑнмӗ, сана пӑрахмӗ.</verse>
				<verse number="21">Акӑ Турӑ Ҫуртӗнчи тӗрлӗрен ӗҫсене туса тӑракан священниксемпе левитсен ушкӑнӗсем. Санӑн кирек мӗнле ӗҫ валли те тӑрӑшуллӑ, ӑста ҫынсем пур; пуҫлӑхсем те, пӗтӗм халӑх та эсӗ мӗн хушнине тума хатӗр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Вара Давид патша пухӑва ҫапла каланӑ: Турӑ пӗртен-пӗр суйласа илнӗ ывӑлӑм Соломон ҫамрӑк та хевтесӗр-ха, ӗҫӗ ку вара аслӑ: Ҫурчӗ этем валли мар-ҫке, Ҫӳлхуҫа Турӑ валли.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм,</verse>
				<verse number="3">манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр:</verse>
				<verse number="4">ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп,</verse>
				<verse number="5">ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр. Паян тата камӑн та пулсан Ҫӳлхуҫана парне кӳме кӑмӑл пур-и?</verse>
				<verse number="6">Вара кил-йыш пуҫӗсемпе Израиль йӑхӗсен пуҫӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем, патша хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗсем парне кӳме тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ Ҫуртне тума пилӗк пин талант та вунӑ пин драхма ылтӑн, вунӑ пин талант кӗмӗл, вунсакӑр пин талант пӑхӑр тата ҫӗр пин талант тимӗр панӑ.</verse>
				<verse number="8">Камӑн хаклӑ чул пулнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫавна Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшне илсе пынӑ, Герсон ҫынни Иехиил аллине панӑ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйсен пуҫлӑхӗсем ҫапла тӑрӑшнӑшӑн халӑх ҫав тери савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн парне кӳнӗ, ҫавӑн пекех Давид патша та чунтанах савӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Вара Давид пӗтӗм пуху умӗнче Ҫӳлхуҫана мухтавланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫа, аслӑлӑх та, хӑват та, чап та, ҫӗнтерӳ те, мухтав та — Санӑн, тӳпере, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — Санӑн; эй Ҫӳлхуҫа, патшалӑх та — Санӑн, Пурне те Тытса Тӑракан, Эсӗ — пуринчен те аслӑ.</verse>
				<verse number="12">Пуянлӑхпа чап та Санран килет, Эсӗ мӗн пуррине тытса тӑратӑн, Санӑн аллунта — вӑй та хӑват, Эсӗ кирек кама та аслӑ та хӑватлӑ тума пултаратӑн.</verse>
				<verse number="13">Халӗ эпир, Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Санӑн аслӑ ятна мухтавлатпӑр.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла парне кӳмешкӑн кам ӗнтӗ эпӗ, камах манӑн халӑхӑм? Ҫакна пӗтӗмпех Эсӗ панӑ, эпир Санӑн аллунтан илнинех Сана патӑмӑр,</verse>
				<verse number="15">мӗншӗн тесессӗн эпир Сан умӑнта — ҫулҫӳревҫӗсем кӑна, аттемӗрсем пек, аякран куҫса килнӗ ҫынсем эпир, ҫӗр ҫинчи кунӑмӑрсем ӗмӗлке пек, шанчӑксӑр, иртеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир Санӑн Ҫуртна, Санӑн сӑваплӑ яту ячӗпе лартакан Ҫуртна, тумашкӑн хатӗрленӗ ҫак пысӑк пурлӑх пӗтӗмпех Санӑн аллунтан килнӗ, пӗтӗмпех Санӑн вӑл.</verse>
				<verse number="17">Эй Туррӑмҫӑм, Эсӗ чӗрене сӑнанине, таса чӗреллине юратнине пӗлетӗп; эпӗ ҫакна пӗтӗмпе таса чӗремрен парнелерӗм, халӗ вара кунта пуҫтарӑннӑ Сан халӑху та хаваспах Сана парне кӳнине куратӑп.</verse>
				<verse number="18">Эй Ҫӳлхуҫа, Авраамӑн, Исаакӑн, Израилӗн, аттемӗрсенӗн Турри! ҫакна, Хӑвӑн халӑхун паянхи шухӑш-кӑмӑлне, ӗмӗрлӗхех упраса хӑварсамччӗ, вӗсенӗн чӗрине Хӑвӑн еннелле ҫавӑрсамччӗ.</verse>
				<verse number="19">Соломон ывӑлӑма вара Хӑвӑн ӳкӗтӳсене, Ху панӑ йӗркесене, Ху пӗлтернӗ йӗркесене уяса пурӑнмашкӑн тӗрӗс чун-чӗре парсамччӗ, эпӗ мӗн шутланине вӑл пурӑнӑҫа килтертӗр, эпӗ лартма хатӗрленнӗ Ҫурта вӑл туса ларттӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Давид ӗнтӗ пӗтӗм халӑха каланӑ: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тав туса мухтар, тенӗ. Пӗтӗм пуху вара ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине тав туса мухтанӑ, Ҫӳлхуҫана тата патшана ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр кунхине Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пин пӑру, пин така, пин путек кӳнӗ, вӗсемпе пӗрле эрех те кӳнӗ; пӗтӗм Израильшӗн питех те нумай парне хывнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫав кун Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫсе ҫинӗ, тем тӗрлӗ савӑннӑ; тепӗр кунне вара Давид ывӑлне Соломона иккӗмӗш хут патша пулма Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫу сӗрнӗ, Садока священник пулма ҫу сӗрнӗ.</verse>
				<verse number="23">Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ пуканӗ ҫине, хӑйӗн ашшӗ Давид вырӑнне, патша пулма ларнӑ, унӑн ӗҫӗсем ӑнӑҫса пынӑ, ӑна пӗтӗм Израиль пӑхӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Пуҫлӑхсем те, ҫулпуҫсем те, ҫавӑн пекех Давид патша ывӑлӗсем те пурте Соломон патшана пӑхӑннӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа Соломона пӗтӗм Израиль умӗнче асла кӑларнӑ, ӑна халиччен пӗр Израиль патши те курман чап парнеленӗ.</verse>
				<verse number="26">Иессей ывӑлӗ Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл Израильре хӗрӗх ҫул хушши патша пулнӑ: Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.</verse>
				<verse number="28">Ырӑ ватлӑхра, пурӑнӑҫпа, пуянлӑхпа, чаппа туллин киленсе вилнӗ вӑл, вара ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Соломон, ларнӑ.</verse>
				<verse number="29">Давид патшанӑн малтанхи тата кайранхи ӗҫӗсем ҫинчен Самуил витӗркуран, Нафан пророк тата Гад витӗркуран ҫырса хӑварнӑ,</verse>
				<verse number="30">унта унӑн мӗнпур ӗҫне-хӗлне, унӑн паттӑрлӑхне, унӑн пурӑнӑҫӗнче тата Израильре, тата ҫӗр ҫинчи ытти патшалӑхсенче мӗн-мӗн пулса иртнине ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="14">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Соломон ӗнтӗ, Давид ывӑлӗ, хӑйӗн патшалӑхӗнче тӗрек илсе ҫирӗпленсе ҫитнӗ; Ҫӳлхуҫа, хӑйӗн Турри, пӗрле пулнӑ унӑн, ҫӳле ҫӗкленӗ ӑна.</verse>
				<verse number="2">Соломон пӗтӗм Израиле: пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, тӳресене, Израильре пуҫлӑхра тӑракансене пурне те — ӑру пуҫӗсене — пухӑнма хушнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вара Соломон тата пухӑннӑ пӗтӗм халӑх Гаваонри сӑрт тӳпемне тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн унта пӗрле пухӑнса Турра кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ, Ҫӳлхуҫа чури Моисей пушхирте тунӑскер, пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Турӑ саккунӗн арчине Давид унччен Кириаф-Иарим хулинчен Иерусалима, кӗлӗ чатӑрӗ лартса хатӗрленӗ вырӑна, илсе килнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Веселеил — Оров ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ вара ҫавӑнтах, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчех, юлнӑ; Соломон ӗнтӗ ӑна пӗрле пынӑ ушкӑнпа шыраса тупнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнта, пуху чатӑрӗ умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ ҫинче, Соломон пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем Турра пин парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫав каҫхине ҫӗрле Соломона Турӑ курӑнса каланӑ: Манӑн мӗн парас сана, ыйт, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Соломон Турра каланӑ: Эсӗ манӑн Давид аттеме пысӑк ырӑлӑх туса патӑн, мана ун вырӑнне патшана лартрӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Санӑн Давид аттеме панӑ сӑмаху вырӑна килтӗрччӗ. Эсӗ мана тусан пӗрчи пек йышлӑ халӑх патшине лартрӑн,</verse>
				<verse number="10">халӗ ӗнтӗ мана ӑслӑлӑхпа пӗлӳ парсамччӗ: ҫак халӑх умӗнче тухма-кӗме пӗлем эпӗ, унсӑрӑн Санӑн ҫак аслӑ халӑхна кам йӗркелесе тытса тӑма пултарайтӑр? тенӗ Соломон.</verse>
				<verse number="11">Турӑ Соломона каланӑ вара: сан чӗрӳнте ҫакӑ пулнӑшӑн, эсӗ пуянлӑхпа пурлӑх, чап тата хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, тата вӑрӑм кунҫул та ыйтманшӑн, Эпӗ сана патшана лартса хӑвӑн аллуна панӑ Ман халӑхӑма йӗркелесе тытса тӑма ӑслӑлӑхпа пӗлӳлӗх ыйтнӑшӑн</verse>
				<verse number="12">ӑслӑлӑхпа пӗлӳ те пулӗ санӑн, пуянлӑхпа пурлӑхне, чапне вара Эпӗ сана ҫав таран парӑп, — ун пекки патшасенӗн санччен те пулман, сан хыҫҫӑн та пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Соломон ӗнтӗ Гаваонри сӑрт тӳпемӗнчен, пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен, патшара ларса Израиле тытса тӑма каялла Иерусалима таврӑннӑ,</verse>
				<verse number="14">Соломон ҫар ураписемпе юланутсем пухса тултарнӑ; ҫапла унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисенче вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.</verse>
				<verse number="15">Тата патша Иерусалимра ылтӑнпа кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питӗ нумаййине кура, айлӑмсенчи сикомор йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ут-урхамахне Соломон валли Египетпа Куваран кӳрсе тӑнӑ: патша купсисем вӗсене Куваран укҫалла иле-иле килнӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫар урапине ултҫӗр сикль кӗмӗлле, утне ҫӗр аллӑпа Египетра туянса кӳрсе тӑнӑ. Ҫавӑн пек йӗркепех вӗсем ҫакна хетсен патшисемпе арамейсен патшисене те кӳрсе тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ӗнтӗ Соломон Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартма, хӑй валли патша кил-ҫурчӗ ҫавӑрма шухӑш тытнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вара вӑл йывӑр япаласем ҫӗклеме ҫитмӗл пин ҫын, тусем хушшинче чул кӑларса чул касма сакӑрвунӑ пин ҫын тата вӗсене ӗҫре пӑхса тӑма виҫӗ пин те ултҫӗр пуҫлӑх уйӑрнӑ.</verse>
				<verse number="3">Соломон ӗнтӗ Тир патши Хирам патне ҫапла калама янӑ: эсӗ манӑн Давид аттемпе мӗнле пулнӑ, ӑна хӑй валли ҫурт лартма кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑнӑ, манпа та ҫаплах пулсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ эпӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе, Ӑна халалласа, Ҫурт лартатӑп: ӗнтӗ Унӑн умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле пултӑр, Турӑ умне ялан парне ҫӑкӑрӗсем хурса тӑмалла пултӑр, Израиле ӗмӗрлӗхе хушнӑ пек, кашни шӑматкун ирӗн-каҫӑн тата ҫӗнӗ уйӑхсерен те, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр уявӗсенче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ лартакан Ҫурт пысӑк, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Туррӑмӑр — аслӑ, пур турӑран та аслӑ.</verse>
				<verse number="6">Ун валли Ҫурт лартма камӑн та пулин вӑй ҫитейӗ-ши — Ӑна тӳпе те, вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть-ҫке! Ун валли Ҫурт тума пултарас пур — кам вара эпӗ? Унӑн умӗнче тӗтӗркӗчпе тӗтӗрме юрӑхлӑ пулинех.</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ ман патӑма ылтӑнран, кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен тата хӗрхӗлтӗм тӗслӗ ҫипрен, йӑм хӗрлӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен япаласем ӑсталама пултаракан ҫын ярсамччӗ, вӑл чӗнтӗрлесе каскалас ӗҫе те пӗлтӗр, вӑл манӑн ӳнерҫӗсемпе — Иудея тата Иерусалим ӳнерҫисемпе, Давид аттем ҫак ӗҫ валли хатӗрленӗскерсемпе — ӗҫлетӗр.</verse>
				<verse number="8">Тата Ливанран кедр йывӑҫӗпе кипарис, певг йывӑҫӗ ярса пар: санӑн чурусем Ливан йывӑҫне касма ӑстине пӗлетӗп эпӗ. Акӑ ӗнтӗ манӑн чурасем санӑн чурусемпе пӗрле кайӗҫ,</verse>
				<verse number="9">вӗсем ман валли нумай йывӑҫ касса хатӗрлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ лартас Ҫурт аслӑ та чаплӑ пулмалла.</verse>
				<verse number="10">Акӑ ӗнтӗ эпӗ йывӑҫ касакансене, санӑн чурусене, ӗҫме-ҫиме ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм пин кор урпа, ҫирӗм пин бат эрех, ҫирӗм пин бат йывӑҫ ҫӑвӗ паратӑп, тенӗ Соломон патша.</verse>
				<verse number="11">Хирам, Тир патши, Соломона ҫыру ярса хуравланӑ: Хӑйӗн халӑхне юратнӑран Ҫӳлхуҫа сана ҫав халӑх патшине лартнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Тата Хирам каланӑ: тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, Давид патшана тӑн-пуҫпа шухӑшлама пӗлекен ӑслӑ ывӑл панӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ, — ҫав ывӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартас, хӑй валли патша кил-ҫурчӗ ҫавӑрас шутлӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Апла эпӗ сана Хирам-Авие, ӑслӑ та пӗлӳллӗ ҫынна, ярса паратӑп,</verse>
				<verse number="14">вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ хӗрарӑм ывӑлӗ, ашшӗ вара — Тир ҫынни; вӑл ылтӑнпа кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен, чулпа йывӑҫран, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен, виссонран, йӑм хӗрлӗ пиртен япаласем ӑсталама пӗлет, тем тӗрлӗ чӗнтӗрлесе касса кӑларма та ӑста, хӑвӑн ӳнерҫӳсемпе тата Давид хуҫамӑн, санӑн аҫун, ӳнерҫисемпе пӗрле мӗн тума хушнине пурне те тума пултарать.</verse>
				<verse number="15">Ху асӑннӑ тулӑпа урпана, йывӑҫ ҫӑвӗпе эрехе вара, хуҫамӑм, хӑвӑн тарҫусене леҫсе пар.</verse>
				<verse number="16">Сана мӗн чухлӗ йывӑҫ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ Ливанран касса кӑларса парӑпӑр, тинӗспе сулӑ юхтарса Яфӑна илсе ҫитерӗпӗр, эсӗ вара ӑна Иерусалима турттарӑн, тенӗ Тир патши Хирам.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне Соломон Израиль ҫӗрне ютран килнӗ мӗнпур ҫынна шута илсе тухнӑ, ку ӗнтӗ вӗсене хӑйӗн ашшӗ Давид шута илни хыҫҫӑн шутлани пулнӑ, — вӗсем ҫӗр аллӑ виҫӗ пин те ултҫӗр ҫын тупӑннӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавсенчен патша ҫитмӗл пин ҫынна — йывӑр япаласем ҫӗклеме, сакӑрвунӑ пин ҫынна тусем хушшинче чул касма янӑ, виҫӗ пин те ултҫӗрӗшне халӑха ӗҫре хистесе тӑма пуҫлӑха уйӑрса лартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Вара Иерусалимра, хӑйӗн ашшӗне Давида кӑтартнӑ Мориа тӑвӗ ҫинче, Давид хатӗрлесе хунӑ вырӑнта — Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче — Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="2">Пуҫласса вӑл ҫак ӗҫе хӑй патшана ларсассӑн тӑваттӑмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхӑн иккӗмӗш кунӗнче, пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="3">Акӑ Соломон Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне хывнӑ никӗс: унӑн тӑршшӗ, кивӗ виҫепе, утмӑл чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике;</verse>
				<verse number="4">Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ вара ҫӗр ҫирӗм чике пулнӑ. Ӑна шалтан таса ылтӑнпа виттернӗ.</verse>
				<verse number="5">Тӗп Ҫурта, кипарис йывӑҫӗпе сӑрса, чи лайӑх ылтӑнпа виттернӗ, ҫиелтен пальмӑпа вӑчӑра ӗлкисем ӳкерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="6">Илемӗшӗн Ҫурта хаклӑ чулсем хывнӑ; ылтӑнӗ вара Парваим ылтӑнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫурта, пӗренесене, алӑк пусахисемпе Ҫурт енӗсене, [чӳречесене,] алӑксене ылтӑнпа сӑрланӑ, Ҫурт енӗсем ҫине херувимсем каса-каса кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм тунӑ: унӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ те ҫирӗм чике пулнӑ; ӑна чи лайӑх ултҫӗр талант ылтӑнпа сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="9">Пӑтисем те ылтӑн пулнӑ, [кашни пӑти] аллӑ сикль тайнӑ. Ҫӳлти пӳлӗмсене те ылтӑнпа витнӗ.</verse>
				<verse number="10">Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме икӗ херувим туса лартнӑ, вӗсене касса кӑларнӑ, ылтӑнпа сӑрнӑ.</verse>
				<verse number="11">Херувимсен ҫуначӗсем пӗтӗмӗшпе ҫирӗм чике тӑршшӗ пулнӑ. Пилӗк чике тӑршшӗ пӗр ҫуначӗ Ҫуртӑн пӗр енне перӗнсе тӑнӑ, пилӗк чике тӑршшӗ иккӗмӗш ҫуначӗ тепӗр херувимӑн ҫуначӗпе пӗрлешӗнсе тӑнӑ;</verse>
				<verse number="12">ҫавӑн пекех тепӗр херувимӑн пилӗк чике тӑршшӗ ҫуначӗ те Ҫурт енне перӗнсе тӑнӑ, пилӗк чике тӑршшӗ иккӗмӗш ҫуначӗ тепӗр херувимӑн ҫуначӗпе пӗрлешӗнсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫуначӗсене херувимсем ҫирӗм чике сарлакӑш сарса янӑ пулнӑ; вӗсем, Ҫурт ӑшнелле пӑхса, урисем ҫинче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата виссонран чаршав тунӑ, ун ҫине херувимсен сӑнне ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫурт умӗ валли вӑтӑр пилӗкшер чике тӑршшӗ икӗ юпа тунӑ, кашни юпине пилӗк чике ҫӳллӗш кӑшӑл тӑрӑласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Юпасен тӑрри валли вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ, вӗсене нар улмисемпе эрешленӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара юпасене Ҫурт умне пӗрне сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартнӑ, сылтӑмрине Иахин тесе, сулахайрине Воаз тесе ят панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Тата пӑхӑр парне вырӑнӗ тунӑ: тӑршшӗ унӑн ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ вунӑ чике пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Тата шӑратса кӑларса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ, — унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ; йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ;</verse>
				<verse number="3">унӑн айӗпе йӗри-тавралла пур енче те шӑратса тунӑ вӑкӑр ӗренкисем туса ҫаврӑннӑ; кашни чике тӑршшӗне вуншарӑн вырӑнаҫса, тинӗсе вӗсем йӗри-тавра пур енчен те икӗ ӗретӗн эрешлесе тӑнӑ, вӗсене тинӗспе пӗрлех шӑратса кӑларнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ, вӗсем ҫинче ҫӳлте — тинӗс; вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Хулӑнӑшӗпе тинӗс хуранӗ алӑ тупанӗ хулӑнӑш пулнӑ, унӑн хӗрри, алтӑр хӗрри евӗрлӗскер, ҫурӑлса сарӑлнӑ лили чечекне аса илтернӗ. Вӑл виҫӗ пин бат таран шыв шӑнӑҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="6">Тата вунӑ ҫӑвӑнмалли савӑт тунӑ, вӗсене пиллӗкӗшне сылтӑм енне, пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ, ҫав савӑтсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме хатӗрлекен парнесене ҫунӑ; тинӗсре вара священниксем ҫӑвӑннӑ, вӑл вӗсем валли пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Тата, мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек, вунӑ ылтӑн ҫутаткӑҫ тунӑ, вӗсене Турӑ Ҫуртне пиллӗкӗшне сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ.</verse>
				<verse number="8">Тата вунӑ сӗтел тунӑ, вӗсене Турӑ Ҫуртне пиллӗкӗшне сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ, тата ҫӗр ылтӑн алтӑр тунӑ.</verse>
				<verse number="9">Тата священниксен картишӗпе пысӑк картиш, картиш хапхисем тунӑ, хапха юписене пӑхӑрпа тыттарнӑ.</verse>
				<verse number="10">Тинӗсе сылтӑм енне, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗ еннелле, лартнӑ.</verse>
				<verse number="11">Унтан Хирам чарасемпе калаксем, алтӑрсемпе [тӗтӗркӗчсем, парне кӳнӗ чухне тыткаламалли савӑт-сапа] тунӑ. Ҫапла Хирам Турӑ Ҫуртӗнче Соломон патша валли тумалли ӗҫе вӗҫленӗ:</verse>
				<verse number="12">икӗ юпа, вӗсене тӑрӑласа тӑракан икӗ кӑшӑл, кӑшӑлсене витме ҫыхнӑ икӗ виткӗҫ тунӑ,</verse>
				<verse number="13">икӗ юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен икӗ ӗрет виткӗҫ валли тӑватҫӗр нар улми тунӑ.</verse>
				<verse number="14">Тата вӑл сапансем тунӑ, вӗсем ҫине лартма ҫӑвӑнмалли савӑтсем тунӑ;</verse>
				<verse number="15">пӗр тинӗс, ун айӗнчи вуникӗ вӑкӑр,</verse>
				<verse number="16">чарасемпе калаксем, ченӗҫкесем, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫакна пурне те Хирам-Авий Соломон патшана Турӑ Ҫурчӗ валли якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан туса панӑ.</verse>
				<verse number="17">Патша ҫакна Иордан таврашӗнче, Сокхофпа Цереда хушшинче, тӑмлӑ тӑпра ҫинче шӑраттарнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫав япаласене Соломон питӗ нумай туса тултарнӑ, ӗнтӗ мӗн чухлӗ пӑхӑр кайнине те пӗлеймен.</verse>
				<verse number="19">Соломон ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗ валли кирлӗ пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑн парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтелсем,</verse>
				<verse number="20">таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсемпе вӗсен лампадисем, йӗрке тӑрӑх, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнче ҫутмаллискерсем,</verse>
				<verse number="21">ылтӑнран, чи таса ылтӑнран, тунӑ чечексемпе лампадӑсем,</verse>
				<verse number="22">чи таса ылтӑнран тунӑ ҫӗҫӗсемпе тӗтӗркӗчсем, алтӑрсемпе ӑскӑчсем, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсене вара — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли шалти алӑксене тата сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксене — ылтӑнран тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Соломонӑн ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли туса тӑнӑ пӗтӗм ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вара вӑл хӑйӗн ашшӗ Давид мӗн халалласа хӑварнине илсе пынӑ, ылтӑнпа кӗмӗле, ытти мӗнпур япалана та Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хывнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑн хыҫҫӑн Соломон Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те Иерусалима чӗнсе пуҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫиччӗмӗш уйӑхра патша патне уява пӗтӗм Израиль ҫынни пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ. Левитсем саккун арчине илсе ҫӗкленӗ,</verse>
				<verse number="5">вара арчана та, пуху чатӑрне те, чатӑрта пулнӑ мӗнпур сӑваплӑ япалана та йӑтса кайнӑ, — вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.</verse>
				<verse number="6">Соломон патша вара тата ун патне саккун арчи умне пуҫтарӑннӑ пӗтӗм Израиль халӑхӗ парне кӳрсе пынӑ, ытла нумаййипе вӗсем кӳнӗ сурӑхсемпе вӑкӑрсен йышне шутлама та май пулман.</verse>
				<verse number="7">Священниксем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне, Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне, лартса хунӑ.</verse>
				<verse number="8">Херувимсем ҫуначӗсене арча вырӑнӗ ҫийӗн сарса тӑнӑ, херувимсем арчапа унӑн каштисене ҫӳлтен хупӑрласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта.</verse>
				<verse number="10">Саккун арчинче икӗ чул хӑмасӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӗсене унта Моисей Хорив тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Египетран ҫӑлӑнса тухнӑ Израиль ывӑлӗсемпе халал хывнӑ чухне, хунӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ;</verse>
				<verse number="12">виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ,</verse>
				<verse number="13">пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ,</verse>
				<verse number="14">ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗтрелӗхре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ,</verse>
				<verse number="2">Святой, эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, ҫакӑ Санӑн ӗмӗрхи вырӑну пултӑр терӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Унтан, халӑх еннелле ҫаврӑнса, патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, —</verse>
				<verse number="4">Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе мӗн каланине паян Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ! Туррӑмӑр каланӑччӗ:</verse>
				<verse number="5">«Хамӑн халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Израилӗн нихӑш йӑхӗнче те Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн хула суйламан, Хамӑн Израиль халӑхӑмӑн патшине лартмашкӑн ҫын суйламан,</verse>
				<verse number="6">анчах Иерусалима Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе суйласа илтӗм тата Хамӑн Израиль халӑхӑма тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.</verse>
				<verse number="7">Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл.</verse>
				<verse number="9">Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Хӑй каланӑ сӑмаха Ҫӳлхуҫа вырӑна килтерчӗ: Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе Израилӗн патша пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм.</verse>
				<verse number="11">Унта эпӗ саккун арчи лартрӑм, арчара — Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсемпе хывнӑ халал, тенӗ патша.</verse>
				<verse number="12">Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, —</verse>
				<verse number="13">Соломонӑн картиш варрине лартнӑ пилӗк чике тӑршшӗ, пилӗк чике сарлакӑш, виҫӗ чике ҫӳллӗш пӑхӑр амвон пулнӑ; вӑл ҫавӑнта хӑпарнӑ та пӗтӗм Израиль ҫынни умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе</verse>
				<verse number="14">ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук. Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="15">Эсӗ Хӑвӑн чуруна, манӑн Давид аттеме, мӗн каланине вырӑна килтертӗн; Хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн каланине паянхи кун Хӑвӑн аллупа туса ҫитертӗн.</verse>
				<verse number="16">Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! халӗ ӗнтӗ Эсӗ Хӑвӑн чуруна Давида, манӑн аттеме, мӗн каланине: «эхер те санӑн ывӑлусем Ман умӑмра, эсӗ ҫӳренӗ пек, Ман саккунпа ҫӳресе хӑйсен ҫулӗсене астусах тӑрсассӑн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан [ар] пӗтмӗ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.</verse>
				<verse number="17">Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Халӗ ӗнтӗ Давид чуруна каланӑ сӑмаху тӳрре килтӗр!</verse>
				<verse number="18">Чӑнах та, Туррӑн этемпе пӗрле ҫӗр ҫинче пурӑнмалла-и? Эхер те Сана вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть пулсассӑн, эпӗ лартнӑ Ҫурт епле шӑнӑҫтарайӗ?</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ҫапах та Хӑвӑн чуру кӗлтуни ҫине, вӑл тилмӗрсе ыйтни ҫине пӑхсамччӗ! Хӑвӑн чуру Сана тархасланине, йӑлӑнса кӗлтунине илтсемччӗ.</verse>
				<verse number="20">Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта кӗлтунине илтмешкӗн Санӑн куҫусем ҫак Ҫурта — Эсӗ Ху Хӑвӑн ятупа тытса тӑма пулнӑ вырӑна — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; илтсемччӗ Хӑв пурӑнакан вырӑнтан, тӳперен, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ!</verse>
				<verse number="22">Кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫынни умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑха кӗнӗ ҫынран вара тупа тума ыйтсассӑн, ҫак Ҫуртра Санӑн парне вырӑнӗ умӗнче тупа тума тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="23">Эсӗ, тӳперен илтсе, Хӑвӑн чурусене сут тусамччӗ: айӑплине усал ӗҫне хӑйӗн пуҫӗ ҫине ҫитерсе айӑпла, тӳррине хӑйӗн тӳрӗлӗхне кура тӳрре кӑларсамччӗ.</verse>
				<verse number="24">Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса кӗлтусассӑн,</verse>
				<verse number="25">Эсӗ ҫавна тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсене тата ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва каялла тавӑрсамччӗ вӗсене.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="27">Эсӗ тӳперен илтсемччӗ; вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн, ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.</verse>
				<verse number="28">Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и,</verse>
				<verse number="29">пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине</verse>
				<verse number="30">илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, —</verse>
				<verse number="31">ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр.</verse>
				<verse number="32">Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн,</verse>
				<verse number="33">илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр.</verse>
				<verse number="34">Санӑн халӑху Эсӗ кӑтартса янӑ ҫулпа хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Эсӗ суйласа илнӗ ҫак хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса Сана кӗлтунӑ чухне</verse>
				<verse number="35">илтсемччӗ тӳперен вӗсен кӗллине, вӗсем мӗн ыйтнине, вара вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ.</verse>
				<verse number="36">Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене ҫывӑхри е аякри ҫӗре кайса ярсассӑн,</verse>
				<verse number="37">вӗсем унта, тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, тыткӑна лекнӗ ҫӗрте Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="38">хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="39">вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине каҫарсамччӗ.</verse>
				<verse number="40">Эй Туррӑмҫӑм! ҫак вырӑнти кӗлӗшӗн Санӑн куҫу уҫӑ тӑтӑр, Санӑн хӑлху тимлӗ пултӑр.</verse>
				<verse number="41">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ӗнтӗ Хӑвӑн канлӗ вырӑнна тӑр, Хӑвӑн хӑватлӑхун арчипе ялан ҫакӑнта пул. Санӑн священникӳсем, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ҫӑлӑнӑҫ тумтирӗ тӑхӑнччӑр, Санӑн таса пурӑнӑҫлӑ ҫыннусем ырӑлӑхпа савӑнса пурӑнччӑр.</verse>
				<verse number="42">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ тарҫуна ан пӑрахсамччӗ, ӑна Хӑвӑн Давид тарҫуна пӑхса тӑнӑ пек пӑхса тӑрсамччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Соломон кӗлтуса пӗтерсессӗн, тӳперен вут-ҫулӑм аннӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесемпе ытти парнесене ҫунтарса янӑ, Ҫурта Турӑ мухтавлӑхӗ тулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Священниксем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗме пултарайман, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫурт ҫине Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе вут-ҫулӑм аннине курсассӑн, картишӗнчи пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, Ҫӳлхуҫана аслӑланӑ: «Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе».</verse>
				<verse number="4">Вара патшапа пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫана парне кӳме тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Соломон патша ҫирӗм икӗ пин вӑкӑрпа ҫӗр ҫирӗм пин сурӑх парне кӳнӗ: патшапа пӗтӗм халӑх Турӑ Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.</verse>
				<verse number="6">Священниксем хӑйсен вырӑнӗнче тӑнӑ, левитсем вара Давид патша Ҫӳлхуҫана мухтавлама тунӑ сӑпрайсемпе тӑнӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫана Давид юррипе: «Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе» тесе аслӑланӑ; левитсемпе тӗлме-тӗл тӑракан священниксем трупапа кӑшкӑртнӑ, пӗтӗм Израиль ура ҫинче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи шалти картишне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ: унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисен ҫӑвне парнене кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Соломон тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнисен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑн чухне Соломон, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ҫичӗ кунлӑх уяв — питӗ пысӑк пуху — тунӑ, халӑх Емафа кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа Египет шывӗ таран пуҫтарӑннӑ;</verse>
				<verse number="9">саккӑрмӗш кунне уяв тунӑ, мӗншӗн тесессӗн парне вырӑнне кӗлтуса тасатасси ҫичӗ куна пынӑ, уяв та ҫичӗ куна пынӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша халӑха хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, ҫынсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн, Соломоншӑн тата Хӑй халӑхӗшӗн, Израильшӗн, тунӑ ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе те савӑнса саланнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменне туса пӗтернӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе хӑйӗн керменӗнче мӗн тума шутланине вӑл пӗтӗмпех ӑнӑҫлӑ туса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара Соломона ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, ҫак вырӑна Хама валли парне кӳмелли Ҫурт пулма суйласа илтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ тӳпене хупӑнтарнӑран ҫумӑр ҫумасӑр тӑрӗ-и е хӗрлӗ шӑрчӑка пӗтӗм ҫӗре ҫаратса хӑварма хушӑп-и, е Хамӑн халӑхӑм ҫине мур чирӗ ярӑп-и,</verse>
				<verse number="14">Манӑн ятӑмпа хисепленекен халӑхӑм йӑвашланса кӗлтума тытӑнсассӑн, Мана шыраса тупса хӑйсен усал ҫулӗсенчен пӑрӑнсассӑн, Эпӗ тӳперен вӗсене илтӗп те вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫӗрне сиплесе тӳрлетӗп.</verse>
				<verse number="15">Халӗ вара ҫак вырӑнти кӗлӗшӗн Манӑн куҫӑм уҫӑ тӑрӗ, хӑлхам тимлӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ паян ҫак Ҫурта суйласа илсе тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм: Хамӑн ятӑм ӗмӗрех унта пултӑр терӗм; куҫӑмпа чӗрем те Манӑн ӗмӗрех унта пулӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ Ман умӑмра хӑвӑн аҫу Давид ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пӗтӗмпех туса пырсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесемпе Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="18">Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «Израиле тытса тӑракан [ар] пӗтмӗ санӑн» тесе сӑмах панӑ пек, санӑн патшалӑхун аслӑ пуканне тӗреклӗ лартӑп.</verse>
				<verse number="19">Эхер те эсир Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ сире панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене пӑрахсассӑн, ҫапла пӑрӑнса урӑх турӑсене ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="20">Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫак Ҫурта та Хам умӑмран сирӗп, ӑна пур халӑхшӑн та ҫын куллипе тӗнче мӑшкӑлӗ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="21">Вара ҫак ҫӳллӗ Ҫурт тӗлӗпе иртен-ҫӳрен кирек кам та сехӗрленсе ӳксе: Ҫӳлхуҫа ку ҫӗрпе ку Ҫурта мӗншӗн ҫапла туса хӑварнӑ-ши? тейӗ.</verse>
				<verse number="22">Ӑна калӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫана, хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Туррине, пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсене иленнӗшӗн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, вӗсене ӗҫлесе тӑнӑшӑн, — ҫавӑншӑн Вӑл вӗсем ҫине ҫак пӗтӗм йывӑрлӑха янӑ, тесе калӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне лартса ҫирӗм ҫул ирттерсессӗн,</verse>
				<verse number="2">Соломон хӑйне Хирам панӑ хуласенче те ҫурт-йӗр ҫавӑрса йӗрке тунӑ, унта Израиль ывӑлӗсене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="3">Соломон ӗнтӗ Емаф-Сува хулине кайса тапӑннӑ та ярса илнӗ ӑна.</verse>
				<verse number="4">Вӑл пушхирте Фадмор хулине юсаса-тӗреклӗлетсе лартнӑ тата сыхлӑх пурлӑх тытма Емаф таврашӗнче ҫӗнӗ хуласем лартнӑ.</verse>
				<verse number="5">Соломон тата Тури Вефоронпа Анатри Вефорона ҫурт-йӗр лартса йӗркене кӗртнӗ, ӗнтӗ хӳмеллӗ, сӑлӑплӑ, ҫӗнӗрен юсаттарнӑ, хапхаллӑ тӗреклӗ хуласем пулнӑ вӗсем.</verse>
				<verse number="6">Соломон тата Ваалафа, сыхлӑх пурлӑх тытмалли мӗнпур хулана, ҫар ураписен хулисемпе утлӑ ҫар тӑмалли хуласем лартнӑ, Иерусалимпа Ливанра, хӑй аллинчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн туса лартас тенине пурне те тунӑ Соломон.</verse>
				<verse number="7">Израиль маррисене — хетсенчен, аморрейсенчен, ферезейсенчен, евейсенчен, иевусейсенчен юлнӑ пӗтӗм халӑха —</verse>
				<verse number="8">вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫине юлнӑ ачисене, Израиль ывӑлӗсем пӗтермесӗр хӑварнӑскерсене, Соломон паян кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.</verse>
				<verse number="9">Израиль ывӑлӗсене вара вӑл хӑй ӗҫӗсен ӗҫлевҫисем туман, вӗсем ӗнтӗ ҫар ҫыннисем, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗсем, ҫар ураписемпе юланутҫӑсен ҫулпуҫӗсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Соломон патшан ӗҫ ӗҫлекен халӑха пӑхса тӑракан тӗп пуҫлӑхсем икҫӗр аллӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Фараон хӗрне вара Соломон Давид хулинчен урӑх ҫӗре, ятарласа ун валли лартнӑ кермене, куҫарса пынӑ, вӑл каланӑ: Израиль патшийӗн Давидӑн ҫуртӗнче хӗрарӑм пурӑнма тивӗҫлӗ мар, мӗншӗн тесессӗн сӑваплӑ вырӑн ку — унта Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи кӗнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Соломон ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫанӑн Ҫурт пӑлтӑрӗ умне лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="13">ҫапла вӑл, Моисей ӳкӗтне уяса, кашни кун йӗркийӗ тӑрӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесене кашни шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхсерен тата ҫулталӑкри виҫӗ уявра — тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявӗнче, эрнесен уявӗнче тата хӳшӗ уявӗнче — кӳрсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Соломон, хӑйӗн ашшӗ Давид хушнине пурӑнӑҫа килтерсе, ҫапла тунӑ: священниксен Турӑ Ҫуртӗнче черетпе ылмашӑнса ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, левитсен те черетпе ӗҫлемелле пулнӑ, вӗсен, харпӑр кун йӗркине пӑхӑнса, Турра мухтаса, священниксем ҫумӗнче ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, тата кашни хапха патӗнче черетпе хурал тӑма хуралҫӑсем уйӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫынни Давид хушса хӑварнӑ йӗрке ҫапла пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Патша священниксемпе левитсем пирки мӗн хушнинчен нимӗн тӗлӗшрен те пӑрӑнман, мул-пуянлӑх тӗлӗшӗнчен те пӑрӑнман.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ кунранпа ӑна — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — пӗтӗмпе туса пӗтеричченех Соломонӑн мӗнпур ӗҫӗ ҫапла йӗркеленсе пынӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне Соломон тинӗс хӗрринчи Идумея ҫӗрне — Ецион-Гаверпа Елаф хулисене — кайнӑ.</verse>
				<verse number="18">Хӑйӗн тарҫисем урлӑ Хирам ӑна тинӗсре ҫӳреме пӗлекен чурисемпе карапсем ярса панӑ; вӗсем вара Соломон тарҫисемпе пӗрле Офира кайнӑ, унта тӑватҫӗр аллӑ талант ылтӑн тупса Соломон патшана кӳрсе панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон мухтавӗ ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхмашкӑн Иерусалима килнӗ; вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ. Ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="2">Соломон унӑн пур ыйтӑвне те хуравланӑ, Соломон хуравлама пултарайманни нимӗн те тупӑнман.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ ҫурта,</verse>
				<verse number="4">ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсенӗн ҫипуҫне, ӑна эрех парса тӑраканӗсемпе вӗсенӗн ҫипуҫне, вӑл Турӑ Ҫуртне ҫӳрекен ҫула курсан шалтах тӗлӗннӗ, вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр,</verse>
				<verse number="5">патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ,</verse>
				<verse number="6">анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен ҫакӑн ҫинчен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ. Акӑ ӗнтӗ сӑмах вӗҫҫӗн мана ҫуррине те каламан иккен: ман хӑлхама ҫитнӗ сас-хура пӗлтернинчен нумай чаплӑрах эсӗ!</verse>
				<verse number="7">Телейлӗ санӑн ҫыннусем, телейлӗ ялан сан умӑнта тӑракан, сан ӑслӑлӑхна илтекен тарҫусем!</verse>
				<verse number="8">Сана Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче патша пулмашкӑн Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартма кӑмӑл тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ пултӑр! Израиле юратнӑран, вӑл ӗмӗр тӗреклӗ тӑтӑр тесе, Хӑвӑн Турру сана унӑн патшине лартнӑ — тӳрӗ сут тума, тӗрӗссине тума лартнӑ, тенӗ Савея ҫӗрӗн патши.</verse>
				<verse number="9">Вара вӑл патшана ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн, темӗн чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх, хаклӑ йышши чул парнеленӗ; Соломон патшана унччен никам та Савея ҫӗрӗн майра патши парнеленӗ чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх парнелемен пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Офиртан ылтӑн турттарса килнӗ Хирам тарҫисемпе Соломон тарҫисем хӗрлӗ йывӑҫпа хаклӑ йышши чул та илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="11">Патша ҫав хӗрлӗ йывӑҫран Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ валли карлӑксем, юрӑҫсем валли цитрӑсемпе псалтирьсем тутарнӑ. Халиччен унта нихӑҫан та ҫавӑн чухлӗ хӗрлӗ йывӑҫ пулман, Иудея ҫӗрӗнче унччен курман япала пулнӑ вӑл.</verse>
				<verse number="12">Соломон патша Савея ҫӗрӗн майра патшине лешӗ мӗн кӑмӑлланине, мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ; вӑл ӑна хӑй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленӗ. Майра патша вара пӗтӗм тарҫи-тӗрҫипе пӗрле каялла хӑйӗн ҫӗрне тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Соломон аллине ҫулсерен ултҫӗр утмӑл ултӑ талант ылтӑн килсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Кунсӑр пуҫне Соломона элчӗсемпе купсасем те, Арави ҫӗршывӗн пур патшипе ҫӗр пуҫлӑхӗсем те ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Туптанӑ ылтӑнран Соломон патша икҫӗр пысӑк хулкан тутарнӑ; кашни хулканне тума ултҫӗршер сикль туптанӑ ылтӑн кайнӑ,</verse>
				<verse number="16">тата туптанӑ ылтӑнранах виҫҫӗр пӗчӗк хулкан тутарнӑ, кашни хулканне виҫҫӗршер сикль ылтӑн кайнӑ; патша вӗсене кедртан тунӑ зал ӑшчиккине тӑратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="17">Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна аслӑ пукан тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа виттернӗ;</verse>
				<verse number="18">аслӑ пукан патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ, аслӑ пукан умӗнче ылтӑн ура сакки, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса тӗревӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ;</verse>
				<verse number="19">тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ. Ҫакӑн пек [аслӑ пукан] пӗр патшалӑхра та пулман.</verse>
				<verse number="20">Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех Ливан йывӑҫӗнчен лартнӑ ҫуртри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман:</verse>
				<verse number="21">патша карапӗсем Хирам тарҫисемпе пӗрле Фарсиса ҫӳренӗ, вӗсем унтан виҫӗ ҫулта пӗрре таврӑнса ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем иле-иле килнӗ.</verse>
				<verse number="22">Пуянлӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе Соломон патша ҫӗр ҫинчи пур патшаран та малта тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Унӑн чӗрине Турӑ хывнӑ ӑслӑлӑха итлесе пӑхасчӗ тесе, ҫӗр ҫинчи пур патша та Соломонпа курнӑҫма май шыранӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ.</verse>
				<verse number="25">Соломонӑн ут-урхамах валли тӑватӑ пин вите пӳлмекӗпе ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ;</verse>
				<verse number="26">Соломон Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур патшашӑн та хуҫа пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра [ылтӑнпа] кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="28">Урхамахсене Соломон валли Египетран тата пур ҫӗртен те кӳрсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="29">Соломонӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Нафан пророк ҫырса пынисенче, Силом ҫынни Ахия малашнехине пӗлтерсе каланинче тата Иоиль витӗркуран куҫне Нават ывӑлӗ Иеровоам пирки мӗн курӑннинче кӑтартса панӑ.</verse>
				<verse number="30">Соломон Иерусалимра Израиль патшинче хӗрӗх ҫул ларнӑ.</verse>
				<verse number="31">Соломон ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑй ашшӗн, Давидӑн, хулинче пытарнӑ. Унӑн вырӑнне патшана ун ывӑлӗ Ровоам ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Ровоам ӗнтӗ Сихем хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна патшана лартма пӗтӗм Израиль халӑхӗ Сихеме пуҫтарӑннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те, — Соломон патшаран Египета тарса кайнӑскер, вӑл ҫавӑнта пулнӑ, — Египетран каялла таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="3">Ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ; вара Иеровоампа пӗтӗм Израиль Ровоам патне пынӑ та ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="4">санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ; эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫунӑн хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ровоам вӗсене каланӑ: виҫӗ кунран тепре килӗр ман патӑма, тенӗ. Халӑх саланнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ровоам патша хӑйӗн ашшӗ Соломон чӗрӗ чухне ун умӗнче тӑнӑ аслӑ ҫынсемпе канашланӑ, каланӑ вӗсене: эсир мана ҫак халӑха мӗн калама ӑс паратӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Лешӗсем ӑна каланӑ: эхер те эсӗ [паян] ҫак халӑхшӑн ырӑ пулсассӑн, вӗсене юрасассӑн, вӗсемпе ӑшӑ кӑмӑлтан калаҫсассӑн, вӗсем ӗмӗрлӗхе санӑн чурусем пулӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах вӑл аслӑ ҫынсем панӑ канаша вырӑна хуман, хӑйпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ, ӗнтӗ хӑй умӗнче тӑракан ҫамрӑк ҫынсемпе канашланӑ;</verse>
				<verse number="9">вӗсене ҫапла каланӑ: мана «пирӗн ҫине аҫу хунӑ ҫӗклеме ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире» тенӗ ҫак халӑха мӗн калама канаш паратӑр эсир? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑксем каланӑ ӑна: санпа калаҫса, сана: «санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хучӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллӑх парсамччӗ пире» тенӗ ҫак халӑха ҫапла кала, ҫапла кала вӗсене: манӑн кача пӳрнем те аттемӗн пилӗкӗнчен хулӑнрах.</verse>
				<verse number="11">Манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп] тесе кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Патша «виҫӗ кунран тепре килӗр ман патӑма» тенине астуса, виҫҫӗмӗш кунне Ровоам патне Иеровоампа пӗтӗм халӑх пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн чухне, аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша вӗсене хаяррӑн хуравланӑ, ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="14">манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара ӑна тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп], тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахне — вырӑна килтернӗ.</verse>
				<verse number="16">Патша хӑйсене итлеменнине курсассӑн, пӗтӗм Израиль ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пирӗншӗн Давидра мӗнле пай пултӑр? Пирӗншӗн Иессей ывӑлӗнчен пай ҫук; эй Израиль, хамӑр чатӑрсене таврӑнар! Давид, ӗнтӗ хӑвӑн килне пӗлсе тӑр, тенӗ. Ҫапла израильсем пурте хӑйсен чатӑрӗсене саланнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ровоам вара Иуда хулисенче пурӑнакан израильсемшӗн ҫеҫ патша пулса юлнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл Адонирама, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне, Израиль ывӑлӗсемпе калаҫма янӑ, анчах лешӗсем ӑна чулпа персе чул айне тунӑ, вӑл вилнӗ вара. Ровоам патша хӑй Иерусалима тарасшӑн васкасах ҫар урапи ҫине хӑпарса ларнӑ.</verse>
				<verse number="19">Израильсем ҫапла Давид килӗнчен уйӑрӑлса кайнӑ — паян кунчченех ҫапла.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ровоам Иерусалима ҫитнӗ те, Израильпе ҫапӑҫса патшалӑха хӑй аллине тавӑрас тесе, Иудӑпа Вениамин килӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни чӗнсе пуҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="3">Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи пӗтӗм Израиле кала,</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тенӗ. Итленӗ вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Иеровоама хирӗҫ тухнӑскерсем каялла таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Ровоам Иерусалимра пурӑннӑ; Иудейӑри хуласене вӑл хӳме тытса ҫавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл тӗреклӗлетнӗ хуласем: Вифлеем, Ефам, Фекоя,</verse>
				<verse number="7">Вефцур, Сохо, Одоллам,</verse>
				<verse number="8">Геф, Мареша, Зиф,</verse>
				<verse number="9">Адораим, Лахис, Азека,</verse>
				<verse number="10">Цора, Аиалон, Хеврон. Кусем пурте Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи хуласем пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫак керемсене тӗреклӗлетсе, Ровоам унта пуҫлӑхсем уйӑрса лартнӑ, тырӑпа йывӑҫ ҫӑвӗ тата эрех тытма управӑшсем тутарнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл кашни хуланах хулкансемпе сӑнӑсем панӑ, хуласене питӗ вӑйлӑ тӗреклӗлетнӗ. Иудӑпа Вениамин ҫаплах унӑн аллинче пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнчи священниксемпе левитсем пур ҫӗртен те Ровоам патне пуҫтарӑннӑ,</verse>
				<verse number="14">левитсем ӗнтӗ, хӑйсен хула таврашӗнчи ҫӗрӗпе ҫурт-йӗрне пӑрахса, Иудейӑна, Иерусалима тухса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иеровоампа ун ывӑлӗсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫлесе тӑма паман,</verse>
				<verse number="15">хӑй патӗнче вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк туса тӑма апӑссем лартса тухнӑ, ҫав вырӑнсене вӑл качака такипе пӑру кӗлеткисем тутарса лартнӑ.</verse>
				<verse number="16">Священниксемпе левитсем хыҫҫӑн, чӗрисем Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне туртӑннипе, хӑйсен ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Иерусалима Израилӗн пур йӑхӗнчен те ҫынсем килсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем Иуда патшалӑхне тӗрек кӳрсе уралантарнӑ, Соломон ывӑлне Ровоама виҫӗ ҫул хушши пулӑшса-хунтӑласа тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав виҫӗ ҫул хушшинче вӗсем Давидпа Соломон ҫулӗпе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="18">Ровоам Махалафӑна — Давид ывӑлӗн Иеромофӑн хӗрне, унтан Авихаиле — Иессей ывӑлӗн Елиавӑн хӗрне — качча илнӗ,</verse>
				<verse number="19">Авихаиль ӑна ывӑлсем — Иеуса, Шемарияна тата Загама — ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="20">Ун хыҫҫӑн Ровоам Маахана — Авессалом хӗрне — качча илнӗ; ку ӑна Авияпа Аттая, Зизапа Шеломифа ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="21">Ровоам Маахана — Авессалом хӗрне — ытти арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсенчен пуринчен ытларах юратнӑ, — унӑн вунсакӑр арӑмпа утмӑл ҫум-арӑм пулнӑ, унӑн ҫирӗм сакӑр ывӑлпа утмӑл хӗр ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="22">Мааха ывӑлне Авияна вӑл тӑванӗсен пуҫлӑхӗ туса хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӑна патшана лартасшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ: пӗтӗм ывӑлне Иудӑпа Вениамин ҫӗрӗ тӑрӑх мӗнпур тӗреклӗлетнӗ хулана салатнӑ; пурӑнма мӗн кирлине тулӑххӑн парса, вӗсем валли нумай арӑм та тупса панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Патшалӑхӗ тӗреклӗленсе ҫитсессӗн, Ровоам вӑйланса кайнӑ, вара вӑл, ӗнтӗ унпа пӗрле пӗтӗм Израиль те Ҫӳлхуҫа саккунне пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ровоам пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сусаким, Египет патши, Иерусалима тапӑннӑ, — ку ӗнтӗ Ровоампа Иудея халӑхӗ Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннипе пулса иртнӗ, —</verse>
				<verse number="3">пин те икҫӗр ҫар урапипе, утмӑл пин юланутпа тапӑннӑ; унпа пӗрле Египетран килнӗ халӑхӑн, Ливи ҫыннисен, сукхитсен тата эфиопсен шучӗ те пулман;</verse>
				<verse number="4">Иудейӑри тӗреклӗлетнӗ хуласене парӑнтарса вӑл Иерусалим патнех ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне Ровоам патне тата Сусакимран тарса Иерусалима пуҫтарӑннӑ Иудея ҫулпуҫӗсем патне Самей пророк пынӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Мана пӑрахрӑр, ҫавӑншӑн Эпӗ те сире пӑрахатӑп, Сусаким аллине паратӑп, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Израиль ҫулпуҫӗсем те, патша та йӑвашланнӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳррине калать! тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа вӗсем йӑвашланнине курнӑ, вара Самее Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: вӗсем йӑвашланчӗҫ; пӗтерсе тӑкмӑп, вӗсене кӗҫех ҫӑлӑнӑҫ та парӑп, Иерусалим ҫине Сусаким алли урлӑ ҫиллӗм ӳкмӗ;</verse>
				<verse number="8">ҫапах та вӗсем унӑн тарҫисем пулӗҫ: Мана пӑхӑнса тӑрассипе ҫӗр ҫинчи патшасене пӑхӑнса тӑрасси мӗнлереххине пӗлччӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Сусаким, Египет патши, Иерусалима кӗнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне те, патша керменӗн пуянлӑхне те туртса илнӗ; йӑлтах илнӗ вӑл, Соломон тунӑ ылтӑн хулкансене те илнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ровоам патша ӗнтӗ вӗсем вырӑнне пӑхӑр хулкансем тутарнӑ та патша керменне кӗнӗ ҫӗрте сыхласа тӑракансен пуҫлӑхӗсен аллине панӑ.</verse>
				<verse number="11">Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайма тухнӑ чухне вӗсене сыхлавҫӑсем тытса пынӑ, кайран каллех сыхлавҫӑсен пӳлӗмне кайса хунӑ.</verse>
				<verse number="12">Ровоам йӑвашлансассӑн, Турӑ ҫилли ун ҫумӗнчен сирӗлнӗ, ӑна тӗппипе пӗтерсе лартман: ӗнтӗ Иудейӑра ырри те пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ровоам ӗнтӗ Иерусалимра тӗрек илсе ҫирӗпленнӗ, вӑйлӑ патша пулнӑ вӑл. Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; вара вӑл Иерусалимра, — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара, — вунҫичӗ ҫул патшара ларнӑ. Унӑн амӑшӗ, Аммон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Наама ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ровоам усал ӗҫсем тунӑ: кӑмӑлӗ унӑн Ҫӳлхуҫана шыраса тупас енне туртӑнман.</verse>
				<verse number="15">Ровоам ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Самей пророк тата Адда витӗркуран йӑх-кӑк ҫырӑвӗсенче ҫырса кӑтартнӑ. Ровоам мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Иеровоампа вӑрҫӑ вӑрҫнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ровоам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Авия, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Иеровоам вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Авия иудейсен патши пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл Иерусалимра виҫӗ ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Гива хулинчи Уриил хӗрӗ, Михаия ятлӑ пулнӑ. Авия Иеровоампа вӑрҫӑ вӑрҫнӑ.</verse>
				<verse number="3">Авия вӑрҫа харсӑр ҫынсенчен суйласа илнӗ тӑватҫӗр пин ҫынран тӑракан ҫар илсе тухнӑ; Иеровоам вара ӑна хирӗҫ сакӑрҫӗр пин ҫынпа тухнӑ, кусем те ҫавӑн пекех харсӑр та суйласа илнӗскерсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Авия пӗр Ефрем тӑвӗ тӑррине, Цемараим тӑррине, улӑхса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Иеровоам, эй пӗтӗм Израиль, итлӗр-ха мана! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Пӗлместӗр-им эсир, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, [ӗмӗрлӗхе хывнӑ] тӑвар халалӗ тӑрӑх, Давида, ӑна хӑйне тата ун ывӑлӗсене ӗмӗрех Израиль патши пулма халалланӑ!</verse>
				<verse number="6">Анчах та Иеровоам — Нават ывӑлӗ, Давид ывӑлӗн Соломонӑн чури — хӑйӗн хуҫине хирӗҫ тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Унӑн тавра ӑҫтиҫук ҫынсем, пӑсӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ та Соломон ывӑлне Ровоама хирӗҫ чӑмӑртаннӑ; Ровоам ӗнтӗ ҫамрӑк пулнӑ, хавшак чӗреллӗ пулнӑ, вӗсене хирӗҫ тӑрайман.</verse>
				<verse number="8">Халӗ вара эсир, хӑвӑр питех те йышлӑн пулнипе тата хӑвӑра Иеровоам турӑ тесе туса панӑ ылтӑн пӑру кӗлеткисене шанса, Давид ывӑлӗсен аллинчи Ҫӳлхуҫа патшалӑхне хирӗҫ тӑма шутлатӑр.</verse>
				<verse number="9">Эсир мар-и-ха, Ҫӳлхуҫа священникӗсене, Аарон ывӑлӗсене тата левитсене хӑваласа ярса, хӑвӑр патӑрта ытти ҫӗрсенчи халӑхсенни пек священниксем лартса тухрӑр? Хӑйне халаллӑ тӑвасшӑн пӑрупа ҫичӗ така илсе пыракан кирек мӗнле ҫын та сирӗн патӑрта суя турӑсен священникӗ пулса тӑрать.</verse>
				<verse number="10">Пирӗн вара — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр; эпир Ӑна пӑрахман, Ҫӳлхуҫана священниксем, Аарон ывӑлӗсем, тата хӑйсен ӗҫӗнчи левитсем ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем ирсерен те каҫсерен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳреҫҫӗ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗреҫҫӗ, таса сӗтел ҫине ретӗн-ретӗн парне ҫӑкӑрӗсем хураҫҫӗ, кашни каҫ ҫунса тӑччӑр тесе ылтӑн ҫутаткӑҫпа унӑн лампадисене ҫутаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр панӑ йӗркене тытса тӑратпӑр, эсир вара ӑна пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="12">Пирӗнпе пӗрле Турӑ, Вӑл пирӗн умран пырать; Унӑн священникӗсем те пирӗнпе пӗрле, вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑ труписене кӑшкӑртаҫҫӗ. Эй Израиль ывӑлӗсем! аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррипе вӑрҫӑ ан вӑрҫӑр: ӑнӑҫлӑ пулас ҫук, тенӗ Авия.</verse>
				<verse number="13">Ҫав хушӑра Иеровоам вӗсен хыҫне пӗр ушкӑн ҫар пытарса тӑратнӑ, ҫапла ӗнтӗ вӑл хӑй иудейсем умӗнче пулнӑ, пытанса тӑнисем вӗсен хыҫӗнче пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иудейсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ ӗнтӗ вӗсене умран та, хыҫран та ҫапӑҫу кӗтет; вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнме тытӑннӑ, священниксем трупасемпе кӑшкӑртса янӑ.</verse>
				<verse number="15">Иудейсем хыттӑн кӑшкӑрса янӑ. Вӗсем кӑшкӑрса ярсассӑн, Турӑ Авияпа Иуда умӗнче Иеровоампа израильсене пӗтӗмпе ҫапса хуҫнӑ.</verse>
				<verse number="16">Израиль ывӑлӗсем иудейсенчен тарма пуҫланӑ, Турӑ ӗнтӗ вӗсене иудейсен аллине ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="17">Авияпа унӑн халӑхӗ вӗсене вӑйлӑн аркатса тӑкнӑ; Израилӗн пилӗкҫӗр пин ҫын пӗтнӗ, вӗсем чи хастаррисем пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вара Израиль ывӑлӗсем йӑвашланнӑ, вӑйлисем Иуда ывӑлӗсем пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шанса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Авия, Иеровоама хыҫҫӑнах хӑваласа кайса, унӑн хулисене — Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Иешанӑпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Ефронпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене — туртса илнӗ.</verse>
				<verse number="20">Ӗнтӗ Авия ӗмӗрӗнче Иеровоам ура ҫине ҫӗкленсе йӑл илеймен, Ҫӳлхуҫа ӑна халтан ӳкернӗ, вӑл вилнӗ вара.</verse>
				<verse number="21">Авия вӑй илсе тӗреклӗленнӗ; унӑн вунтӑватӑ арӑм пулнӑ, унӑн ҫирӗм икӗ ывӑлпа вунултӑ хӗр ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="22">Авиян ытти ӗҫӗ-хӗлӗпе уйрӑм ӗҫӗсене, унӑн сӑмахӗсене Адда пророк каланинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Авия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Аса, ларнӑ. Аса ӗмӗрӗнче ҫӗр ҫинче вунӑ ҫул хушши лӑпкӑ самана тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Аса хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине юрӑхлӑ ырӑ ӗҫсем тунӑ:</verse>
				<verse number="3">вӑл ют турӑсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсемпе тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, йӗрӗхӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, [халалласа] лартнӑ йывӑҫсене каса-каса пӑрахнӑ;</verse>
				<verse number="4">иудейсене вӑл ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраса тупма, [Унӑн] саккунӗпе Вӑл хушса хӑварнӑ йӗркесене пурӑнӑҫласа тӑма хушнӑ;</verse>
				<verse number="5">Иудейӑри пур хулара та тӳпем вырӑнсемпе ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ. Ун вӑхӑтӗнче патшалӑхра лӑпкӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Аса Иудейӑра тӗреклӗлетнӗ хуласем туса лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче лӑпкӑ пулнӑ: Ҫӳлхуҫа хӑйне лӑпкӑ самана панӑран ҫав ҫулсенче унӑн вӑрҫӑ пулман.</verse>
				<verse number="7">Иудейсене вӑл ҫапла каланӑ: ҫак хуласене туса лартӑпӑр та вӗсене пашнеллӗ, хапхаллӑ-сӑлӑплӑ хӳме тытса ҫавӑрӑпӑр. Ҫӗрӗмӗр халлӗхе пирӗн-ха, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шыраса тупрӑмӑр: эпир Ӑна шыраса тупрӑмӑр та, Вӑл пире пур енчен те тӑнӑҫлӑх пачӗ, тенӗ. Вара ӗҫе тытӑннӑ, ӗҫӗ ӑнса пынӑ.</verse>
				<verse number="8">Асан ҫар вӑйӗ те пӗчӗк пулман: Иуда йӑхӗнчен — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ виҫҫӗр пин ҫын, Вениамин йӑхӗнчен — хулканпа авӑрланнӑ, ухӑпа перекен икҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ; пурте вӗсем харсӑр ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсене Эфиопи ҫынни Зарай пин-пин ҫынлӑ ҫарпа, виҫҫӗр ҫар урапипе тапӑнса килнӗ, Мареша хули патне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="10">Аса ӑна хирӗҫ тухнӑ, Мареша патӗнчи Цефата айлӑмӗнче ҫапӑҫӑва кӗме йӗркеленсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Аса ӗнтӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ мар-и вӑйлине е вӑйсӑррине пулӑшаканӗ? пулӑшсамччӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: эпир Сана шанса тӑратпӑр, Санӑн ятушӑн ҫак пысӑк йыша хирӗҫ тухрӑмӑр. Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ пирӗн Турӑ: Сана этем ан ҫӗнтерейтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ эфиопсене Аса умӗнче, Иуда умӗнче ҫапса хуҫнӑ; эфиопсем каялла тарнӑ.</verse>
				<verse number="13">Аса тата унпа пӗрле пулнӑ халӑх вӗсене Герар патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ; эфиопсем пӗтнӗ вара, пӗри те чӗрӗ юлман, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Ҫӳлхуҫапа Унӑн ҫӳлти ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Иудейсем вара темӗн чухлӗ пурлӑх пухса тултарнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем Герар таврашӗнчи мӗнпур хулана аркатса тӑкнӑ, унта пурӑнакансем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ; хуласене пӗтӗмпех ҫаратнӑ, вӗсенчен питӗ нумай тупӑш илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑн пекех кӗтӳҫӗсен ӳплисене те тустарса хӑварнӑ, кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе вак выльӑх, тӗве хӑваласа кайнӑ, унтан Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне Одед ывӑлӗ Азария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ,</verse>
				<verse number="2">Азария вара Асана хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ те каланӑ ӑна: итлӗр мана, Аса, пӗтӗм Иудӑпа Вениамин, эсир Ҫӳлхуҫапа чухне — Вӑл сирӗнпе; Ӑна шыратӑр пулсассӑн, Вӑл тупӑнӗ сирӗншӗн; эхер те Ӑна пӑрахрӑр пулсассӑн, Вӑл сире пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="3">Нумай вӑхӑт хушши Израиль чӑн Турӑсӑр, вӗрентсе тӑракан священниксӑр, саккунсӑр пулӗ;</verse>
				<verse number="4">анчах та вӑл, аптӑраса ҫитсе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнсассӑн, Ӑна шырама тытӑнсассӑн, Турӑ Хӑйне тупма парӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫав вӑхӑтра тухаканшӑн та, кӗрекеншӗн те тӑнӑҫлӑх пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте вӑйлӑ пӑлханӗҫ;</verse>
				<verse number="6">халӑхпа халӑх, хулапа хула ҫапӑҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ тӗрлӗрен инкек-синкекпе сехӗрлентерсе ҫитерӗ.</verse>
				<verse number="7">Анчах эсир аптӑраса ан ӳкӗр, аллӑрсем ан усӑнччӑр, мӗншӗн тесессӗн сире хӑвӑрӑн ырӑ ӗҫӗрсемшӗн тивӗҫлипе тавӑрса парӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Одед пророк ывӑлӗ [Азария] малашнехине пӗлтерсе каланӑ ҫак сӑмаха илтсессӗн, Аса, хастарланса кайса, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм ҫӗрӗнчен, Ефрем тӑвӗ ҫинчи хӑй ярса илнӗ хуласенчен суя тӗн йӗрӗнчӗкӗсене кӑларса ывӑтнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрӗ умӗнчи парне вырӑнне ҫӗнетсе тӳрлетнӗ.</verse>
				<verse number="9">Унтан вӑл пӗтӗм Иудӑпа Вениамина тата вӗсем хушшине куҫса килнӗ Ефрем ҫыннисене, Манассияпа Симеон ҫыннисене пуҫтарнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Аса патшапа иккенне курсассӑн, Израиль ҫыннисем нумайӑшӗ ун енне куҫнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла ӗнтӗ Аса вунпиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, виҫҫӗмӗш уйӑхра, пурте Иерусалима пухӑннӑ;</verse>
				<verse number="11">ҫав кун вӗсем хӑйсем ярса илнӗ тупӑшран Ҫӳлхуҫана шултӑра выльӑх йышӗнчен ҫичҫӗр, вак выльӑх йышӗнчен ҫичӗ пин парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="12">унтан вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан парӑнса шыраса тупма халал хывнӑ;</verse>
				<verse number="13">Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраман ҫын кирек кам та — ача-и вӑл, ҫитӗннӗ ҫын-и, арҫын-и е хӗрарӑм-и — вилмелле.</verse>
				<verse number="14">Трупасемпе мӑйракасен сасси кӗрлесе тӑнӑ май хытӑ сасӑпа, кӑшкӑра-кӑшкӑра ярса, Ҫӳлхуҫана тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="15">Иудейсем пурте ҫак тупашӑн савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пӗтӗм чӗререн тупа тунӑ, Турра чунтан тӑрӑшса шыранӑ, вара Вӑл вӗсене Хӑйне тупма панӑ. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ вӗсене пур енчен те канӑҫлӑх панӑ.</verse>
				<verse number="16">Астарта кӗлеткине тунӑшӑн Аса патша хӑйӗн амӑшне Маахана патша амӑшӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ. Аса ҫав кӗлеткене касса вакланӑ та Кедрон айлӑмӗнче ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="17">Израильре тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан пулин те, Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вӑл ашшӗ халалланӑ япаласемпе хӑй халалланӑ япаласем — ылтӑн, кӗмӗл, савӑт-сапа — хывнӑ.</verse>
				<verse number="19">Аса патшана ларнӑранпа вӑтӑр пиллӗкӗмӗш ҫул ҫитиччен те вӑрҫӑ пулман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Аса вӑтӑр улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вааса, Израиль патши, Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе Рама хулине тума тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Аса Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗн мул управӑшӗсенчен ылтӑнпа кӗмӗл илсе тухнӑ та ҫакна Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне ӑсатнӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ:</verse>
				<verse number="3">ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана ылтӑнпа кӗмӗл ярса паратӑп: кай та Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗвне пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Венадад ӗнтӗ Аса патшана итленӗ, хӑйӗн ҫарпуҫӗсене Израиль хулисене хирӗҫ кӑларса янӑ, лешӗсем вара Ийон, Дан, Авелмаим хулисене тата Неффалим хулисенчи сыхлӑх пурлӑха пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн Вааса, хӑйӗн ӗҫне чарса, Рама хулине тума пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="6">Аса патша вара иудейсене пурне те чӗнсе пуҫтарнӑ та, лешӗсем Вааса ҫурт-йӗр лартма хатӗрленӗ чулпа йывӑҫа Рамӑран илсе кайнӑ, — ҫавӑнтан вӗсем Гева тата Мицфа хулисене туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫав вӑхӑтра Ананий витӗркуран Иудея патши Аса патне пырса ҫапла каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫа Турруна шанмарӑн, Сири патшине шантӑн, унӑн ҫарӗ ҫавӑнпа сан аллунтан ҫӑлӑнса юлчӗ.</verse>
				<verse number="8">Эфиопсемпе Ливи ҫыннисем вара пысӑкрах ҫарпа, нумай йышлӑ ҫар ураписемпе, юланутсемпе килменччӗ-и? Анчах та ун чухне эсӗ Ҫӳлхуҫа пулӑшасса шанса тӑтӑн та, Вӑл вӗсене сан аллуна пачӗ,</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн тесессӗн Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать. Халӗ эсӗ ӑссӑрла турӑн. Ҫавӑнпа паянтан санӑн вӑрҫӑсем пулӗҫ, тенӗ Ананий витӗркуран.</verse>
				<verse number="10">Аса ҫилленсе кайнӑ та Анание тӗрмене хупса лартнӑ, вӑл ӗнтӗ ҫав сӑмахшӑн питӗ тарӑхнӑ; ҫав вӑхӑтра Аса ытти ҫынсене те хӗсӗрленӗ.</verse>
				<verse number="11">Аса ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="12">Хӑй вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Аса ури ыратнипе аптӑрама пуҫланӑ, ӳчӗ тӑрӑх чирӗ ҫӳлеллех сарӑлнӑ; анчах вӑл чирӗнчен сывалмашкӑн Ҫӳлхуҫаран мар, эмелҫӗсенчен пулӑшу кӗтнӗ.</verse>
				<verse number="13">Аса ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, вӑл хӑй хӗрӗх пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вилнӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӑна хӑй Давид хулинче туса янтӑланӑ тупӑклӑха пытарнӑ; ырӑ шӑршӑлӑх тата тӗрлӗрен тунӑ сӗрӗш хурса тултарнӑ сак ҫине вырттарнӑ, ҫавна ун ячӗпе темӗн чухлӗ ҫунтарнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Аса вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иосафат, ларнӑ; вӑл израильсене хирӗҫ вӑй пухнӑ, тӗрек илсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="2">Иудейӑри пур тӗреклӗлетнӗ хулана та вӑл ҫар тӑратса тухнӑ, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх тата хӑйӗн ашшӗ Аса илнӗ Ефрем хулисем тӑрӑх вара хурал ҫарӗ вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Иосафатпа пӗрле пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Давидӑн, хӑй ашшӗн, малтанхи ҫулӗсемпе ҫӳренӗ, Ваалсене шыраман,</verse>
				<verse number="4">вӑл ашшӗн Туррине шыраса тупнӑ, израильсем хыҫҫӑн кайман, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене уяса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа вара патшалӑха ун аллинче шанчӑклӑ тӑмалла ҫирӗплетнӗ; иудейсем ӑна пурте парне парса тӑнӑ, унӑн пуянлӑхӗпе мухтавӗ пысӑк пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳренипе унӑн чӗри хастарланса ҫӗкленнӗ; вӑл ӗнтӗ Иудейӑра тӳпем вырӑнсене те, Астарта юписене те пӑрахӑҫланӑ.</verse>
				<verse number="7">Виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл хӑйӗн улпучӗсене Бенхаилпа Овадийӑна, Захарийӑпа Нафанала тата Михее Иуда хулисем тӑрӑх халӑха вӗрентсе ҫӳреме янӑ,</verse>
				<verse number="8">вӗсемпе пӗрле левитсене — Шемаия, Нефания, Зевадия, Азаил, Шемирамоф, Ионафан, Афония, Товия, Тов-Адония левитсене — тата Елишамӑпа Иорам священниксене те янӑ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине илсе, вӗсем Иудейӑра вӗрентсе ҫӳренӗ; хуларан хулана ҫӳресе пур ҫӗре те ҫитнӗ, ҫапла вӗрентнӗ халӑха.</verse>
				<verse number="10">Иудея таврашӗнчи патшалӑхсенче пурӑнакансем пурте Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑнӑ, ҫавӑнпа Иосафатпа ҫапӑҫман.</verse>
				<verse number="11">Филистимсем вара Иосафата парнесем кӳрсе тӑнӑ, хырҫине кӗмӗлпе тӳленӗ; ҫавӑн пекех Арави ҫыннисем те вак выльӑх — ҫичӗ пин те ҫичҫӗр сурӑх таки, ҫичӗ пин те ҫичҫӗр качака таки — хӑвала-хӑвала килнӗ.</verse>
				<verse number="12">Иосафат ҫӗкленнӗҫемӗн ҫӗкленсе пынӑ, Иудейӑра керемсем, сыхлӑх пурлӑх тытмалли хуласем тӑва-тӑва лартнӑ.</verse>
				<verse number="13">Унӑн Иудея хулисенче сыхлӑх пурлӑх нумай пулнӑ, Иерусалимра вара ҫар ҫыннисем, хӑюллӑ ҫынсем, нумаййӑн тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсене йӑхсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн акӑ ҫапла пулать: Иуда йӑхӗнчи пинпӳсем: Адна пуҫлӑх, унӑн виҫҫӗр пин хастар ҫар ҫынни пулнӑ;</verse>
				<verse number="15">ун хыҫҫӑн Иоханан пуҫлӑх, унӑн — икҫӗр сакӑрвунӑ пин;</verse>
				<verse number="16">ун хыҫҫӑн Амасия, Зихри ывӑлӗ, хӑйне Ҫӳлхуҫана халалланӑскерӗ, унӑн — икҫӗр пин хастар ҫар ҫынни.</verse>
				<verse number="17">Вениамин йӑхӗнчен: хастар ҫар ҫынни Елиада, унӑн ухӑпа тата хулканпа авӑрланнисем икҫӗр пин пулнӑ;</verse>
				<verse number="18">ун хыҫҫӑн Иегозавад, унӑн кӑралпа авӑрланнисем ҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫар ҫынни пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫаксем ӗнтӗ, Иосафат пӗтӗм Иудейӑри тӗреклӗлетнӗ хуласенче вырӑнаҫтарса тухнисемсӗр пуҫне, патшана ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Иосафатӑн пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те пысӑк пулнӑ; вӑл Ахавпа хурӑнташланнӑ.</verse>
				<verse number="2">Темиҫе ҫултан вӑл Самарие Ахав патне кайнӑ; Ахав ун валли тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсем валли темӗн чухлӗ шултӑра выльӑхпа вак выльӑх пусса тултарнӑ, Иосафата хӑй майлӑ ҫавӑрса Галаадри Рамоф хули ҫине вӑрҫӑпа кайма сӗннӗ.</verse>
				<verse number="3">Ахав, Израиль патши, Иудея патшине Иосафата каланӑ: манпа пӗрле Галаадри Рамоф ҫине кайӑн-и? тенӗ. Лешӗ ӑна каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла, сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех: санпа пӗрле вӑрҫа пыратӑп! тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Израиль патши пророксене тӑватҫӗр ҫын пуҫтарнӑ та каланӑ: Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн е тытӑнса тӑмалла-и? тенӗ. Лешӗсем: кай, Туррӑмӑр ӑна патша аллине парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Иосафат каланӑ: кунта Турӑ пророкӗ тата ҫук-ши? унран та ыйтса пӑхар, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, яланах япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ. Иосафат ӗнтӗ: эй патша, ун пек ан кала, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиль патши вара пӗр хайрана чӗнсе илсе каланӑ: хӑвӑртрах Иемвлай ывӑлӗ Михей патне ҫитсе кил, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе каланӑ.</verse>
				<verse number="10">Седекия, Хенаана ывӑлӗ, тимӗр мӑйрака туса тӑхӑннӑскер, каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫакӑнпа эсӗ Сири ҫыннисене тӗппипе пӗтермелле сӗксе тухӑн, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ытти пророкӗсем те пурте ҫавнах шантарса каланӑ: кай Галаадри Рамофа, ӑнӑҫу пулӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна патша аллине парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ: эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Михей: Турӑ пур! эпӗ Туррӑм мӗн каланине калӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара вӑл патша патне пынӑ, патша ӑна каланӑ: Михей, Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн е тытӑнса тӑмалла-и? тенӗ. Лешӗ ӑна: кайӑр, ӑнӑҫу пулӗ сирӗн, вӗсем сирӗн аллӑра ӳкӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Патша ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗрӗссине каланисӗр пуҫне эсӗ мана урӑх нимӗн те ан кала тесе миҫе хут тархасламалла сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара Михей каланӑ: тусем тӑрӑх кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек сапаланса кайнӑ пӗтӗм Израиль ывӑлне куртӑм эпӗ, — Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса, кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Израиль патши Иосафата каланӑ: каламарӑм-и сана, вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать темерӗм-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Михей каланӑ вара: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр-ха: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава, Израиль патшине, кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ. Хайхи пӗри капла калать, тепӗри апла калать.</verse>
				<verse number="20">Унтан пӗр сывлӑшӗ Ҫӳлхуҫа умне тухса тӑчӗ те: эпӗ илӗртсе ҫавӑрӑп ӑна, терӗ. Ҫӳлхуҫа унран ыйтрӗ: мӗнле майпа? терӗ.</verse>
				<verse number="21">Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суялӑх сывлӑшӗ пулса тӑрӑп, терӗ. Ҫӳлхуҫа каларӗ: эсӗ илӗртсе ҫавӑрӑн ӑна, ӗлкӗрӗн; кай та ҫапла ту, терӗ.</verse>
				<verse number="22">Халӗ ӗнтӗ акӑ Ҫӳлхуҫа ҫав суялӑх сывлӑшне санӑн пророкусен чӗлхи-ҫӑварне кӗме чарман, анчах Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ырӑ мар каларӗ, тенӗ Михей.</verse>
				<verse number="23">Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран мӗнле ҫулпа пӑрӑнса кайнӑ-ши вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та</verse>
				<verse number="26">калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫӑкӑрпа шыва ҫителӗксӗр парса тӑрӑр, тесе калать тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ. Унтан: эй халӑх, пурте итлӗр ҫакна! тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ӗнтӗ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф патне тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="29">Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ. Вара Израиль патши тумне улӑштарнӑ та ҫапӑҫӑва кӗнӗ.</verse>
				<verse number="30">Сири патши хӑйӗн ҫар ураписен пуҫлӑхӗсене ҫапла хушнӑ: кӗҫӗннипе те, аслипе те ан ҫапӑҫӑр, пӗр Израиль патшипе анчах ҫапӑҫӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иосафата курсассӑн ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ. Анчах Иосафат кӑшкӑрса янӑ та, Ҫӳлхуҫа пулӑшнӑ ӑна, ҫар ураписене унран айккинелле пӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем, ку Израиль патши пулманнине курса, ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ.</verse>
				<verse number="33">Пӗр ҫынни ҫав хушӑра уххине ӑнсӑртран карӑнтарса вӗҫертнӗ те Израиль патшине тимӗр тумтирӗн ҫӗвви витӗр лектерсе амантнӑ. Патша хӑйӗн лавҫине каланӑ: мана амантрӗҫ, каялла ҫаврӑн та мана ҫар хушшинчен илсе тух, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ; Израиль патши каҫченех Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, хӗвел аннӑ вӑхӑтра вилнӗ вара.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Иосафат, Иудея патши, хӑй килне Иерусалима ӑнӑҫлӑнах таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Ииуй — Анания ывӑлӗ, витӗркуран — ӑна хирӗҫ тухнӑ, вӑл Иосафат патшана каланӑ: йӗркесӗр ҫынна пулӑшмаллахчӗ-и санӑн, Ҫӳлхуҫана курайманнисене юратмаллахчӗ-и? Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа сана ҫилленет.</verse>
				<verse number="3">Ҫапах та санра ыррине те тупнӑ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ [Иудея] ҫӗрӗнчи йӗрӗхсене аркатса тухрӑн, чӗрӳне Турӑ енне ҫавӑртӑн.</verse>
				<verse number="4">Иосафат Иерусалимра пурӑннӑ. Вӑл каллех хӑй халӑхӗ хушшинче Вирсавияран пуҫласа Ефрем тӑвӗ таранах ҫӳреме, ҫынсене ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрма тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="5">Тата Иудея ҫӗрӗнчи ҫирӗплетнӗ хуласенче кашни хуларах тӳресем лартса тухнӑ,</verse>
				<verse number="6">тӳресене ҫапла каланӑ: хӑвӑр мӗн тунине асӑрхасах тӑрӑр — эсир этем сутне тумастӑр, Ҫӳлхуҫа сутне тӑватӑр; сут ӗҫӗнче Вӑл сирӗнпе пӗрлех.</verse>
				<verse number="7">Эсир Ҫӳлхуҫаран хӑрасах тӑрӑр: асӑрханса ӗҫлӗр — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн тӗрӗс марри те, юрама тӑрӑшни те, ҫын укҫине хапсӑнасси те ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иерусалимра пурӑнакансене Ҫӳлхуҫа сучӗпе сут тумашкӑн, вӗсен тавӑҫӗсене татса памашкӑн Иосафат Иерусалимра та тӳре ӗҫне левитсемпе священниксене тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене шанса панӑ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр:</verse>
				<verse number="10">хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.</verse>
				<verse number="11">Аслӑ священник Амария вара пӗтӗм Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ тӗлӗшӗпе сирӗншӗн асли пулать, Зевадия — Исмаил ывӑлӗ, Иуда килӗн ҫулпуҫӗ — пӗтӗм патша ӗҫӗ тӗлӗшӗпе асли пулать; пӑхавҫӑ левитсем те хӑвӑр умрах. Ҫирӗп пулӑр, ӗҫлӗр, вара Ҫӳлхуҫа ырӑ тӑвакансемпе пӗрле пулӗ, тенӗ Иосафат патша.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн моавсем тата аммонсем, вӗсемпе пӗрлех Маон ҫӗршывӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем те Иосафата хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иосафат патне пырса евит туса каланӑ: тинӗс леш енчен, Сирирен, сана шутсӑр йышлӑн тапӑнса килеҫҫӗ; вӗсем Хацацон-Фамаре, урӑхла каласассӑн Енгеддие, ҫитнӗ те ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иосафат хӑраса ӳкнӗ те мӗн тумаллине Ҫӳлхуҫаран ыйтма шутланӑ, вара пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнче тип тытмалли ҫинчен пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="4">Иудейсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран пулӑшу ыйтма пухӑннӑ; Ҫӳлхуҫана тархасламашкӑн вӗсем Иудӑн мӗнпур хулинчен килсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара Иосафат ҫӗнӗ картиш умӗнчи Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче иудейсемпе Иерусалим ҫыннисен умне тӑнӑ та</verse>
				<verse number="6">каланӑ: эй аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Тӳпере Турӑ Эсӗ мар-и-ха? Эсӗ мӗнпур халӑхсен патшалӑхӗсене тытса тӑратӑн, Санӑн аллунта — вӑй та хӑват, Сана никам та хирӗҫ тӑраймасть!</verse>
				<verse number="7">Туррӑмӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑннисене Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен хӑваласа яраканӗ, ҫӗре Авраам вӑрлӑхне, Хӑвӑн тусун ӑрӑвне, ӗмӗрлӗхе параканӗ Эсӗ мар-и вара?</verse>
				<verse number="8">Халӑх ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине килсе тӗпленчӗ, кунта вӗсем Санӑн ятупа Турӑ Ҫурчӗ лартрӗҫ те ҫапла каларӗҫ:</verse>
				<verse number="9">пирӗн тӗле тӗрлӗ инкек — хаяр хӗҫ, усал чир, выҫлӑх — килсессӗн, эпир ҫак Ҫурт умне, Санӑн умна тухса тӑрӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ Ҫуртра — Санӑн яту; хамӑр аптӑраса ҫитсессӗн, Сана чӗнӗпӗр, Эсӗ пире илтӗн те ҫӑлса хӑварӑн.</verse>
				<verse number="10">Халӗ акӑ кунта аммонсемпе моавсем тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансем ҫитрӗҫ, Египетран тухса килнӗ чухне Эсӗ Израиль халӑхне вӗсен ҫӗрӗ урлӑ каҫма чартӑн, ҫавӑнпа вӗсем тавраран кайнӑ та ҫав ҫӗр ҫыннисене тивмен;</verse>
				<verse number="11">халӗ ӗнтӗ вӗсем пире ырӑшӑн еплерех тавӑраҫҫӗ: пире Эсӗ еткерлӗхе панӑ ҫӗр ҫинчен хӑваласа яма килчӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Эй Туррӑмӑр! Сут ту вӗсене. Хамӑра тапӑннӑ ҫакӑ пысӑк йыша хирӗҫ тӑма пирӗн вӑй ҫук, ӗнтӗ мӗн тумаллине те пӗлместпӗр, ҫавӑнпа Сан енне пӑхса тархаслатпӑр! тенӗ Иосафат.</verse>
				<verse number="13">Иудейсем пурте — пӗчӗк ачисем те, арӑмӗсем те, ывӑлӗсем те — Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн чухне Асаф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Иозиил левит ҫине, — унӑн ашшӗ — Захария, Захария ашшӗ — Ванея, Ванея ашшӗ — Иеиел, Иеиел ашшӗ Матфания пулнӑ, — халӑх хушшинче тӑнӑ чухнех Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ,</verse>
				<verse number="15">вара Иозиил каланӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем тата Иосафат патша, итлӗр пурте! Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ҫакӑ пысӑк йышран ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — сирӗн вӑрҫӑ мар, Турӑ вӑрҫи.</verse>
				<verse number="16">Ыран вӗсене хирӗҫ ҫӗкленсе тухӑр: авӑ вӗсем Циц сӑрчӗ ҫинелле улӑхаҫҫӗ, эсир вара вӗсене айлӑм вӗҫӗнче, Иеруил пушхирӗ умӗнче, шыраса тупатӑр.</verse>
				<verse number="17">Хальхинче сирӗн ҫапӑҫмалла пулмасть; пырса вырӑнаҫӑр та тӑрӑр ҫавӑнта, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫӑлнине пӑхса тӑрӑр. Иуда, Иерусалим! ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр. Ыран вӗсене хирӗҫ тухӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе пӗрле пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Иосафат ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, иудейсем те, Иерусалимра пурӑнакансем те пурте Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма Ҫӳлхуҫа умне ҫӗре ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ Кааф ӑрӑвӗнчен тата Корей ӑрӑвӗнчен тухнӑ левитсем Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине янӑравлӑн мухтамашкӑн ура ҫине тӑнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иосафат ҫарӗ ирхине ирех тӑнӑ та Фекоя пушхирӗ еннелле кайнӑ; тапранса кайнӑ чухне Иосафат тӑнӑ та каланӑ: эй иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, итлӗр мана! Хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗненӗр, вара эсир ҫирӗп пулатӑр; Унӑн пророкӗсене ӗненӗр, вара сире ӑнӑҫу пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Иосафат халӑхпа канашланӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл кӑралпа авӑрланнисем умне Ҫӳлхуҫана аслӑласа пымашкӑн чаплӑ тум тӑхӑннӑ юрӑҫсене тӑратнӑ, вӗсен: «Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе!» тесе юрласа пымалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ чухне, аслӑланӑ чухне Ҫӳлхуҫа Иудейӑна тапӑнса килнӗ аммонсемпе моавсене тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе янӑ, лешӗсем пӗтнӗ вара:</verse>
				<verse number="23">аммонсемпе моавсем Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене тапӑннӑ та вӗсене пурне те тӗп тунӑ. Сеирта пурӑнакансене пӗтернӗ хыҫҫӑн вара лешӗсем пӗр-пӗрне вӗлерме тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="24">Иудейсем ӗнтӗ пушхирти сӑрт патне ҫитнӗ; шутсӑр пысӑк йыш тӑнӑ енне пӑхаҫҫӗ те, акӑ унта — вилесем ҫеҫ выртаҫҫӗ, вӗсем хушшинче пӗр чӗрӗ чун та ҫук.</verse>
				<verse number="25">Вара Иосафатпа унӑн халӑхӗ унта тупӑш пухма пынӑ, темӗн чухлӗ пурлӑх, тумтир, хаклӑ япала тупнӑ, ӗнтӗ хӑйсем йӑтса каяйми пуҫтарнӑ. Виҫӗ кун хушши пуҫтарнӑ вӗсем — тупӑшӗ питех те нумай пулнӑ!</verse>
				<verse number="26">Тӑваттӑмӗш кунхине вӗсем Мухтав айлӑмне, хӑйсем Ҫӳлхуҫана мухтавланӑ ҫӗре, пухӑннӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав вырӑна паянхи кунчченех Мухтав айлӑмӗ теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="27">Кайран Иосафат мӗнпур иудейпе Иерусалим ҫыннисене каялла Иерусалима ертсе кайнӑ; вӗсем савӑннӑ-хӗпӗртенӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене тӑшман хурри пулма паман.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем Иерусалима, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умне, псалтирьпе цитра каласа, трупа кӑшкӑртса пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="29">Израиль тӑшманӗсемпе Ҫӳлхуҫа Хӑй вӑрҫӑ вӑрҫнӑ тенине илтсессӗн, ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх та Турӑран сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="30">Иосафат патшалӑхне вара тӑнӑҫлӑх ҫитнӗ, Турӑ ӑна пур енчен те канӑҫлӑх парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="31">Иосафат Иудейӑра патшара ҫапла ларнӑ: патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ. Унӑн амӑшӗ, Салаил хӗрӗ, Азува ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Иосафат хӑй ашшӗн, Аса патшанӑн, ҫулӗпе ҫӳренӗ, унран пӑрӑнман, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ.</verse>
				<verse number="33">Анчах та тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан, халӑх чӗри ҫав-ҫавах ҫирӗпленсе ҫитсе хӑй ашшӗсен Турри енне ҫаврӑнайман.</verse>
				<verse number="34">Иосафат мӗн-мӗн тунине, ун малтанхи тата юлашки ӗҫӗсене, Анания ывӑлӗн Ииуйӑн ҫырӑвӗсенче ҫырса кӑтартнӑ, вӑл ҫырнине Израиль патшисенӗн кӗнекине кӗртсе хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="35">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иосафат, Иудея патши, Израиль патшипе Охозияпа, саккуна пӑсса пурӑннӑскерпе, ҫыхӑну тытма пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="36">унпа вӑл Фарсис ҫӗрне карапсем туса ярас тӗллевпе ҫыхӑннӑ; вара вӗсем Ецион-Гавер хулинче карапсем тунӑ.</verse>
				<verse number="37">Ҫавӑн чухне Елиезер — Марешӑри Додава ывӑлӗ — Иосафата малашне мӗн пулассине пӗлтерсе каланӑ: эсӗ Охозияпа явӑҫса кайрӑн, Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн санӑн ӗҫне аркатать, тенӗ. Карапсем арканнӑ, вӗсем Фарсиса тухса кайма пултарайман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Иосафат ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе пӗрле пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иорам, ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Унӑн пиччӗшӗ-шӑллӗсем, Иосафат ывӑлӗсем, ҫаксем пулнӑ: Азария, Иехиил, Захария, Азария, Михаил тата Сафатия — кусем ӗнтӗ Иосафатӑн, Израиль патшийӗн, ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="3">Ашшӗ вӗсене Иудейӑри ҫирӗплетнӗ хуласене тата чылай ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ йышши япаласем парнеленӗ; патшалӑхне вара Иорама хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иорам ӗнтӗ ашшӗ вырӑнне патшана ларнӑ та ҫирӗпленсе ҫитнӗ, вара хӑйӗн пӗртӑванӗсене пӗтӗмпех хӗҫпе касса вӗлерсе тухнӑ, вӑл тата Израилӗн хӑш-пӗр улпучӗсене те тӗп тунӑ.</verse>
				<verse number="5">Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ;</verse>
				<verse number="6">хӑйӗн арӑмӗ Ахав хӗрӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Анчах та Ҫӳлхуҫа Давид килне Давидпа хывнӑ халала пула пӗтересшӗн пулман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те ӗмӗрлӗх ҫутаткӑҫ пама пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ун вӑхӑтӗнче Эдом ураланнӑ та Иуда аллинчен хӑтӑлса тухнӑ, ӗнтӗ вӗсем хӑйсен патшине суйласа лартнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара Иорам хӑйӗн ҫарпуҫӗсемпе, мӗнпур ҫар урапипе вырӑнтан тапраннӑ; вӑл ҫӗрле тапранса тухнӑ та хӑйне ҫавӑрса илнӗ идумейсемпе вӗсен ҫар ураписен пуҫлӑхӗсене пӗтӗмпе ҫапса аркатнӑ, [халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарнӑ].</verse>
				<verse number="10">Анчах та Эдом паян кунчченех Иудӑна пӑхӑнмасӑр пурӑнать. Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иорам ӗнтӗ ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл Иудея сӑрт-тӑвӗ ҫинче чӳк вырӑнӗсем тума тытӑннӑ, Иерусалимра пурӑнакансене аскӑнлӑха ертнӗ, Иудейӑна илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара ӑна Илия пророкран ҫыру ҫитнӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Давид аҫунӑн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Иосафат аҫу ҫулӗпе, Иудея патши Аса ҫулӗпе ҫӳременшӗн,</verse>
				<verse number="13">Израиль патшисен ҫулӗпе кайнӑшӑн, Ахав килӗ астарса янӑ пек, Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене аскӑнлӑха ертнӗшӗн, хӑвӑнтан лайӑхрах пӗртӑванусене вӗлернӗшӗн</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа акӑ санӑн аслӑ халӑхна, санӑн ывӑлусене те, санӑн арӑмусене те, санӑн мӗнпур пурлӑхна та пӗтерӗ,</verse>
				<verse number="15">сана хӑвна хӑрушӑ чирпе, ӑш чирӗпе, асаплантарӗ, чирӳ кунран-кун араслансах пырӗ, ӑшу-чиккӳ туха-туха ӳкме пуҫлӗ».</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа эфиопсемпе чикӗллӗ пурӑнакан филистимсемпе Арави ҫыннисене Иорама хирӗҫ ҫӗкленӗ;</verse>
				<verse number="17">лешӗсем вара Иудейӑна тапӑнса унта ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ; патша керменӗнчи мӗнпур пурлӑха, ҫавӑн пекех унӑн ывӑлӗсене тата унӑн арӑмӗсене туртса илнӗ; Иорамӑн вара Охозиясӑр, кӗҫӗн ывӑлӗсӗр, пуҫне урӑх ывӑл юлман.</verse>
				<verse number="18">Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Иорамӑн ӑшне-чиккине сипленми чирпе чирлеттерсе янӑ.</verse>
				<verse number="19">Кулленех асапланнӑ вӑл, вара иккӗмӗш ҫулталӑк вӗҫӗнче чире пула унӑн ӑшӗ-чикки юхса тухнӑ, вӑл хӑрушла асапланса вилнӗ; унӑн ашшӗсене пытарнӑ чухне халӑх ырӑ шӑршӑлӑх ҫунтарнӑ пулсассӑн, ӑна пытарнӑ чухне ун пек туман.</verse>
				<verse number="20">Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ. Хӑйшӗн куҫҫуль тухнине курмасӑрах кайнӑ вӑл, ӑна Давид хулинче, анчах та патша тупӑклӑхне кӗртмесӗр пытарнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Иерусалимра пурӑнакансем ун вырӑнне Охозияна, унӑн кӗҫӗн ывӑлне, патшана лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн аслӑ ывӑлӗсене Арави ҫыннисемпе пӗрле тапӑра тапӑннӑ эшкер вӗлерсе тухнӑ пулнӑ, — вара Охозия, Иорам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Патшана ларнӑ чухне Охозия ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл ҫулталӑк хушши патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Гофолия, вӑл Амврий хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Охозия та Ахав килӗ ҫӳренӗ ҫулпах ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна амӑшӗ йӗркене пӑсса пурӑнма вӗрентсе те хӗтӗртсех тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара вӑл, Ахав килӗ пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Ахав килӗ канаш парса-вӗрентсе тӑнӑ, ҫапла ӑна вилӗм патнех илсе ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="5">Ахав килӗ хӗтӗртнипех вӑл Иорампа — Ахав ывӑлӗпе, Израиль патшипе — Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшине Азаила хирӗҫ вӑрҫӑпа кайнӑ. Сири ҫыннисем ҫавӑнта Иорама амантнӑ,</verse>
				<verse number="6">вӑл Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра ҫапӑҫнӑ чухне пулнӑ суранӗсене сиплес тесе Изрееле таврӑннӑ. Охозия — Иорам ывӑлӗ, Иудея патши — аманнӑ Иорама, Ахав ывӑлне, курма Изрееле пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Иорам патне килнӗшӗн Турӑ Охозияна пӗтмелле тунӑ, мӗншӗн тесессӗн кунта килсен вӑл Иорампа пӗрле Намесси ывӑлне Ииуя хирӗҫ тухнӑ; Ииуя вара Ҫӳлхуҫа Ахав килне тӗп тума суйласа илнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ахав килне сут тунӑ чухне Ииуй ӗнтӗ Иудея пуҫлӑхӗсене тата Охозия пӗртӑванӗсен ывӑлӗсене, Охозияна пулӑшса пурӑннӑскерсене, шыраса тупса вӗлерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="9">Унтан вӑл Охозияна шырама хушнӑ, ӑна вара Самарире пытанса пурӑннӑ чухне ярса илнӗ те Ииуй патне илсе пынӑ; ӑна ӗнтӗ вӗлернӗ, ҫапах та «вӑл — Ҫӳлхуҫа патне пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑннӑ Иосафат ывӑлӗ» тесе, тирпейлесе пытарнӑ. Ҫапла вара Охозия килӗнче патша пулмалли ҫын юлман.</verse>
				<verse number="10">Гофолия, Охозия амӑшӗ, ывӑлӗ вилнине курсассӑн Иуда килӗн патши йӑхне пӗтӗмпех тӗп туса тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Анчах та Иосавеф — патша хӗрӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрсе пытарнӑ; ҫапла вара Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Иодай священникӑн арӑмӗ, Охозия пӗртӑванӗ — Иоаса Гофолияран пытарса хӑварнӑ, Гофолия ӑна вӗлереймен.</verse>
				<verse number="12">Иоас вара вӗсем патӗнче, Турӑ Ҫуртӗнче, ултӑ ҫул пытанса пурӑннӑ; ҫав хушӑра Гофолия патшара ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Анчах ҫиччӗмӗш ҫулхине Иодай вӑй илнӗ те ҫӗрпӳсемпе — Иерохам ывӑлӗпе Азарияпа, Иегоханан ывӑлӗпе Исмаилпа, Овед ывӑлӗпе Азарияпа, Адаия ывӑлӗпе Маасейӑпа, Зихри ывӑлӗпе Елишафатпа — килӗшӳ тунӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем пӗтӗм Иудея тавра ҫаврӑнса, унти мӗнпур хулари левитсене тата Израиль ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсене пуҫтарса Иерусалима пынӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫак пухӑннӑ халӑх Турӑ Ҫуртӗнче патшапа килӗшӳ тунӑ. Иодай вӗсене каланӑ: Давид ывӑлӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, патша ывӑлӗ патшанах ларма тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="4">Сирӗн акӑ мӗн тумалла пулать: сирӗнтен, шӑматкун килекен священниксемпе левитсенчен, виҫҫӗмӗш пайӗ алӑксем умӗнче хуралта тӑтӑр,</verse>
				<verse number="5">тепӗр виҫҫӗмӗш пайӗ патша керменӗ патӗнче, тата виҫҫӗмӗш пайӗ Иесод хапхи умӗнче тӑтӑр, пӗтӗм халӑх вара Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче тӑтӑр.</verse>
				<verse number="6">Священниксемпе ҫав кун ӗҫлесе тӑракан левитсемсӗр пуҫне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне никам та ан кӗтӗр. Вӗсем хӑйсем кӗме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — тасалӑх тивлечӗ илнӗ ҫынсем; халӑх вара хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине тутӑр.</verse>
				<verse number="7">Левитсем, кашнийӗ кӑрал тытса, патшана пур енчен те хупӑрласа илччӗр, кам та кам Турӑ Ҫуртне кӗрес тет, ҫавӑ вилме тивӗҫ. Патша тухнӑ чухне те, патша кӗнӗ чухне те ун ҫумӗнче пулӑр.</verse>
				<verse number="8">Вара левитсемпе иудейсем пурте Иодай священник хушнӑ пек тунӑ; ҫӗрпӳсем кашнийӗ хӑйӗн ҫыннисемпе — шӑматкун килекенсемпе тата шӑматкун каякансемпе — хатӗрленсе тӑнӑ, Иодай священник ӗнтӗ черечӗ улшӑннисене те каялла яман.</verse>
				<verse number="9">Иодай священник ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Турӑ Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ; хулканӗсем пӗчӗкки те, пысӑкки те пулнӑ;</verse>
				<verse number="10">кашнийӗ аллине кӑрал тытнӑ халӑха вӑл Турӑ Ҫурчӗн сылтӑм енчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн сулахай енне ҫити, парне вырӑнӗпе Ҫурт умне тата патша тавра та тӑратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ патша ывӑлне илсе тухнӑ, ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ, патша туйине тыттарнӑ, вара Иодайпа унӑн ывӑлӗсем, ӑна патшана лартса, пуҫне ҫу сӗрнӗ те: сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="12">Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан, патшана мухтакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне халӑх патне пынӑ,</verse>
				<verse number="13">курнӑ вара: хӑйӗн ҫӳллӗ вырӑнӗнче, Ҫурта кӗнӗ ҫӗрте, патша тӑрать; патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ; юрӑ ӑстийӗсем кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ калаҫҫӗ, мухтав юррийӗ юрлаҫҫӗ. Гофолия ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ та: кавар! кавар! тесе кӑшкӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="14">Иодай священник вара ҫӗрпӳсене, ҫарпуҫсене, чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: [Турӑ Ҫуртӗнчен] илсе тухӑр ӑна, кам ун майлӑ пулать, ӑна хӗҫпе касса вӗлерӗр, тенӗ. Унтан священник: Турӑ Ҫуртӗнче ан вӗлерӗр ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Гофолияна урама тухма ҫул уҫса панӑ, вӑл патша керменӗ умне, лаша хапхи патне, ҫитнӗ, ӑна ӗнтӗ ҫавӑнта вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара Иодай хӑйпе пӗтӗм халӑх хушшинче, патша хушшинче халал хывнӑ, ку ӗнтӗ халӑх Ҫӳлхуҫа патне таврӑннине пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Ваал ҫуртне кайнӑ, ӑна аркатнӑ, унӑн чӳк вырӑнӗсене те, Ваал кӗлеткисене те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Матфана та, Ваал апӑсне, чӳк парнийӗн вырӑнӗ умӗнчех вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="18">Иодай ӗнтӗ, Давид хушса хӑварнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тимлесе тытса тӑма священниксемпе левитсене хушнӑ, [священниксемпе левитсем унччен кунсеренех черетленсе ӗҫленине те каялла тавӑрнӑ,] вӗсен, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пулнӑ, Давид хушса хӑварнӑ пек, парнесене савӑнса, юрласа кӳмелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Суя тӗн ҫынни унта нимӗнле сӑлтавпа та пырса ан кӗтӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умне хуралҫӑсем тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иодай ӗнтӗ ҫӗрпӳсемпе, халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе, ҫӗрӗн мӗнпур халӑхӗпе пӗрле патшана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен патша керменне ӑсатнӑ, тури хапха витӗр иртсе, патша керменне ҫитсе патшана аслӑ пукан ҫине лартнӑ.</verse>
				<verse number="21">Пӗтӗм халӑх хӗпӗртесе савӑннӑ, хула та лӑпланнӑ. Гофолияна хӗҫпе вӗлернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Иоас ҫиччӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл хӗрӗх ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Цивья, вӑл Вирсавия хулинчен пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иодай священник пурӑннӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Иодай ӑна икӗ арӑм тупса панӑ, Иоас вара ывӑллӑ-хӗрлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Пыра-киле Иоас чунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнетес шухӑш ҫуралнӑ,</verse>
				<verse number="5">вӑл вара священниксемпе левитсене пуҫтарнӑ та каланӑ вӗсене: Иудея хулисем тӑрӑх кайӑр та Турӑ Ҫуртне ҫулсеренех тимлӗн тытса тӑма Израильре пурӑнакансенчен пуринчен те кӗмӗл пуҫтарӑр; ку ӗҫре васкаварлӑ пулӑр, тенӗ. Анчах та левитсем васкаман.</verse>
				<verse number="6">Вара патша вӗсен пуҫлӑхне, Иодая, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: эсӗ мӗншӗн левитсенчен Иудейӑпа Иерусалим памалли хырҫӑна ыйтмастӑн? Ҫав хырҫӑна Ҫӳлхуҫа чури Моисейпе Израиль халӑхӗ кӗлӗ чатӑрӗ валли пуҫтаратчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ ирсӗр Гофолияпа унӑн ывӑлӗсем Турӑ Ҫуртне пушатса хӑварнӑ, Турӑ Ҫуртне халалланӑ мӗнпур пурлӑха Ваалсемшӗн тӑккаласа пӗтернӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вара патша хушнӑ та, пӗр сунтӑх туса хатӗрленӗ, ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗнӗ ҫӗре тул енне лартнӑ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ чури Моисей Израиль ҫыннисене пушхирте чухнех Ҫӳлхуҫана тӳлемелле тунӑ хырҫӑна пуҫтарасси ҫинчен Иудейӑра тата Иерусалимра пӗлтерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вара пӗтӗм пуҫлӑх та, пӗтӗм халӑх та хӗпӗртесе кайнӑ, сунтӑха мӗн тулса ларичченех кӗмӗл пыра-пыра янӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав сунтӑха левитсем патша тӳри-шари патне илсе пырсассӑн, лешӗсем унта кӗмӗл нумай пухӑннине курсассӑн, унта патша ҫыруҫи тата аслӑ священникӑн шанчӑклӑ ҫынни пынӑ та сунтӑха пушатса ӑна каялла хӑй вырӑнне кайса лартнӑ. Вӗсем куллен-кун ҫапла туса тӑнӑ, ӗнтӗ кӗмӗлӗ шутсӑр нумай пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Иодай ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлеттерекенсене панӑ, лешӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне сиплеме чул ӑстисемпе каскалакансене тара тытнӑ, вӗсем тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсама тимӗрҫӗсемпе пӑхӑрҫӑсене те тара тытнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ӗҫлеттерекеннисем питӗ тимлӗ пулнӑ, юсасси-сиплесси ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ, вара Турӑ Ҫуртне кирлӗ пек тирпей-илем кӗртсе ҫитернӗ, ӑна лайӑх кӑна ҫирӗплетнӗ.</verse>
				<verse number="14">Пӗтӗм ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем юлнӑ кӗмӗле патшапа Иодая панӑ. Мӗн юлнинчен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тӗрлӗ савӑт-сапа — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне панӑ чухне усӑ курмалли савӑтсем, чашӑксем — тунӑ, ҫавӑн пекех ылтӑнран та кӗмӗлтен ытти йышши савӑт-сапа та тутарнӑ. Иодай пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кулленех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Иодай ватӑлса ҫитнӗ, вӑл тӑраниччен пурӑнса вилнӗ: вилнӗ чухне вӑл ҫӗр вӑтӑрта пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ӑна Давид хулинче патшасене пытаракан ҫӗрте пытарнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Израильре Турӑшӑн та, Унӑн Ҫурчӗшӗн те ыррине нумай тунӑ.</verse>
				<verse number="17">Иодай вилнӗ хыҫҫӑн вара Иудея пуҫлӑхӗсем пынӑ та патша умне ӳксе пуҫҫапнӑ, патша ӗнтӗ вӗсене итлеме тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртӗнчен ютшӑннӑ, чӳк йывӑҫӗсемпе йӗрӗхсене пуҫҫапма тытӑннӑ; вӗсен айӑпӗшӗн вара Ҫӳлхуҫа ҫилли Иудӑпа Иерусалим ҫине ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл, вӗсене Ҫӳлхуҫа енне ҫавӑрас тесе, вӗсем патне пророксене янӑ; пророксем вӗсене ӳкӗтленӗ, анчах лешӗсем итлемен.</verse>
				<verse number="20">Иодай священник ывӑлӗ Захария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вара вӑл халӑх умне ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ та каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир мӗншӗн Ҫӳлхуҫа хушнинчен иртетӗр? ӑнӑҫу пулмасть сирӗн, эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахнӑ пек, Вӑл та сире пӑрахӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вара ӑна хирӗҫле каварлашнӑ та [Иоас] патша хушнипе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче ӑна чулпа персе вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="22">Иоас патша хӑйне Иодай, Захария ашшӗ, епле ырӑ тунине аса та илмен, унӑн ывӑлне вӗлернӗ. Захария хӑй вилес умӗн: «Ҫӳлхуҫа куртӑр — шыраса илтӗр!» тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫав ҫулталӑк вӗҫӗнче Сири ҫарӗ Иоаса хирӗҫ ҫӗкленсе тухнӑ, Иудейӑна та, Иерусалима та ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ, халӑх хушшинчен халӑхӑн мӗнпур аслӑ ҫыннине вӗлерсе тухнӑ, вӗсенчен туртса илнӗ мӗнпур тупӑша Дамаска патша патне ярса панӑ.</verse>
				<verse number="24">Сири ҫарӗ йышлӑн килмен пулин те, вӗсем Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе питех те пысӑк ҫара ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, иудейсем хӑйсен ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑшӑн ҫапла пулнӑ та ку. Вӗсем Иоаса сут тунӑ,</verse>
				<verse number="25">ӗнтӗ Сири ҫыннисем ӑна, йывӑр аманнӑскере, пӑрахса хӑварсассӑн, унӑн чурисем каварлашнӑ та Иодай священник ывӑлӗн юнне юхтарнӑшӑн ӑна хӑйӗн вырӑнӗ ҫинчех вӗлернӗ, вӑл ҫапла вилнӗ. Ӑна Давид хулинче, анчах патша тупӑклӑхне мар, урӑх ҫӗрте пытарнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ӑна хирӗҫ кавар тунисем ҫаксем пулнӑ: Аммон йӑхӗнчен тухнӑ Шимеафа ывӑлӗ Завад тата Моав йӑхӗнчен тухнӑ Шимрифа ывӑлӗ Иегозавад.</verse>
				<verse number="27">Иоас ывӑлӗсем ҫинчен тата ӑна хирӗҫ пророксем мӗн-мӗн калани ҫинчен, Турӑ Ҫуртне епле тирпей-илем кӗртсе ҫитерни ҫинчен патшасенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. Ӗнтӗ ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Амасия, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Амасия ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши Иерусалимра патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иегоаддань, вӑл Иерусалимран пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ вӑл, анчах вӗсене пӗтӗм чун-чӗрипех парӑнса туман.</verse>
				<verse number="3">Хӑй аллинче патшалӑх ҫирӗпленсе ҫитсессӗн, вӑл патшана, хӑйӗн ашшӗне, вӗлернӗ чурасене вӗлерттернӗ.</verse>
				<verse number="4">Анчах вӑл ҫынвӗлеренсен ачисене тивмен, мӗншӗн тесессӗн Моисей саккунӗн кӗнекинче, Ҫӳлхуҫа халалӗнче, ҫапла каланӑ: «ачисемшӗн ашшӗсене хаса пама юрамасть, ашшӗсемшӗн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн ҫеҫ вилӗме тивӗҫлӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Амасия пӗтӗм Иудея халӑхне пуҫтарнӑ та вӗсене — иудейсемпе Вениамин ҫыннисене — пинпӳсемпе ҫӗрпӳсен аллине панӑ, унтан ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене шута илсе тухнӑ: вара вӑрҫа юрӑхлисем, сӑнӑпа та хулканпа авӑрланнӑ вӑйпитти арсем виҫҫӗр пин ҫын тупӑннӑ.</verse>
				<verse number="6">Унсӑр пуҫне вӑл тата, ҫӗр талант кӗмӗл парса, израильсем хушшинче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫар тара тытнӑ.</verse>
				<verse number="7">Анчах ун патне Турӑ ҫынни пынӑ та каланӑ: патша! Израиль ҫарӗ санпа ан пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа — Израиль ҫыннисемпе мар, Ефрем ывӑлӗсемпе мар.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ пӗчченех кай, ӗҫ ту, вӑрҫӑра паттӑр ҫапӑҫ. Унсӑрӑн Турӑ сана тӑшману умӗнче такӑнтарӗ: Туррӑн пулӑшмалӑх та, такӑнтармалӑх та хӑват пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Амасия Турӑ ҫыннине каланӑ: эпӗ Израиль ҫарне панӑ ҫӗр талантпа мӗн тумалла вара? тенӗ. Турӑ ҫынни: Ҫӳлхуҫа сана унтан та ытларах пама пултарать, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Амасия вара Ефрем ҫӗрӗнчен килнӗ ҫара каялла яма хӑйӗнчен уйӑрнӑ. Лешӗсем Иудейӑна шутсӑр хытӑ тарӑхнӑ, ҫиллине шӑнараймасӑр каялла кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Амасия ӗнтӗ, хастарланса, хӑй халӑхне ертсе кайнӑ, Тӑвар айлӑмне ҫитнӗ те Сеир ывӑлӗсене вунӑ пин ҫынна аркатса тӑкнӑ;</verse>
				<verse number="12">Иуда ывӑлӗсем тата вунӑ пин ҫынна чӗрӗлле тыткӑна илнӗ, вӗсене чӑнкӑ ту тӑррине илсе пынӑ та ту тӑрринчен аялалла пӑрахнӑ, лешӗсем пурте ҫапӑнса вилнӗ.</verse>
				<verse number="13">Хӑйӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пыччӑр тесе Амасия каялла янӑ ҫар вара Иудейӑри хуласене — Самарирен пуҫласа Вефорон таранах — сапаланса кайнӑ та унта виҫӗ пин ҫынна вӗлернӗ, темӗн чухлӗ пурлӑх ҫаратнӑ.</verse>
				<verse number="14">Идумейсене ҫӗнтерсе каялла таврӑннӑ чухне Амасия хӑйпе пӗрле Сеир ывӑлӗсен туррисене, йӗрӗхсене, илсе килнӗ, вӗсене хӑй патӗнче турӑсем вырӑннех лартнӑ, ӗнтӗ вӗсене пуҫҫапнӑ, вӗсен умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Амасияна ҫилленсе ҫитнӗ, Вӑл ун патне Хӑйӗн пророкне янӑ, лешӗ каланӑ патшана: хӑйсен халӑхне сан аллунтан хӑтарайман ҫав халӑхсен туррисене мӗн-ма пуҫҫапатӑн эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Пророк каланӑ чухне патша ӑна хуравланӑ: сана патшана канаш пама лартнӑ-им? хӑвна вӗлериччен — чарӑн! тенӗ. Пророк вара: пӗлетӗп эпӗ, ҫапла тунӑшӑн тата мана итлеменшӗн сана Турӑ тӗп тӑвать, тенӗ те урӑх нимӗн те чӗнмен.</verse>
				<verse number="17">Иудея патши Амасия канашласа пӑхнӑ та Израиль патши Иоас патне — Ииуй ывӑлӗн Иоахазӑн ывӑлӗ патне — хӑйӗн элчисене янӑ, ӑна: куҫа-куҫӑн курса калаҫма тух, тесе калама хушнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне ҫын ярса ҫапла калама хушнӑ: Ливанра ӳсекен кӳкен тӗмӗ Ливанрах ӳсекен кедр йывӑҫӗ патне: «хӑвӑн хӗрне манӑн ывӑла качча пар» тесе калама янӑ. Анчах та Ливанри тискер чӗрчунсемех килсе тухнӑ та ҫав кӳкене таптаса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="19">Эсӗ: «эпӗ идумейсене ҫапса салатрӑм» тетӗн. Ҫавӑнпа санӑн чӗрӳ питех те мӑнаҫланса кайнӑ. Килӗнтех ларсамччӗ эсӗ. Мӗн-ма хӑрушӑ ӗҫе пуҫӑнмалла-ха санӑн? Хӑв та пӗтетӗн, санпа пӗрле Иудея та пӗтет, тенӗ Амасияна.</verse>
				<verse number="20">Турӑ ҫапла тунипе Амасия ӑна итлемен, мӗншӗн тесессӗн Идумея туррисен енне сулӑннӑшӑн Турӑ ӑна Иоас аллине тытса памалла тунӑ.</verse>
				<verse number="21">Ӗнтӗ Израиль патши Иоас тапранса тухнӑ, вара вӗсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейӑри Вефсамис хули ҫывӑхӗнче куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Израильсем иудейсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, лешӗсем хӑйсен чатӑрӗсене тарса саланнӑ.</verse>
				<verse number="23">Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ та Иерусалима илсе пынӑ; унта вӑл Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ;</verse>
				<verse number="24">вара Турӑ Ҫуртӗнче, Овед-Эдом управҫӑ аллинче пулнӑ мӗнпур ылтӑнпа кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана тата патша керменӗнчи хаклӑ пурлӑха илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="25">Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — Израиль патши Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, вилнӗ хыҫҫӑн тата вунпилӗк ҫул пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="26">Амасиян ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Иудейӑпа Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="27">Амасия Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннӑ хыҫҫӑн Иерусалимра ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, вӑл Лахис хулине тарса кайнӑ. Хыҫранах Лахиса ятарлӑ ҫынсем янӑ та ӑна унтах вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑнтан ӑна лашасемпе турттарса килнӗ, ӑна Иудея хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Иудея халӑхӗ вара вунултӑ ҫула ҫитнӗ Озияна ашшӗ вырӑнне, Амасия вырӑнне, патшана лартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл Елаф хулине юсаса ҫӗнетнӗ, Амасия хӑйӗн канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫав хулана Иудейӑна тавӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="3">Патшана ларнӑ чухне Озия вунулттӑра пулнӑ, вӑл Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иехолия, вӑл Иерусалимран пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл, хӑйӗн ашшӗ пек, Амасия пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="5">Турӑран хӑрама вӗрентекен Захария пурӑннӑ чухне вӑл Турра уяса тӑнӑ; Ҫӳлхуҫана уяса пурӑннӑ чухне ӑна Турӑ пулӑшсах тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл филистимсене хирӗҫ ҫӗкленсе тухса вӗсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, Геф хӳмине, Иавнея хӳмине тата Азот хӳмине аркатса тӑкнӑ; Азот ҫӗрӗнче тата Филисти ҫӗрӗнче хуласем туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="7">Филистимсемпе, Гур-Ваалра пурӑннӑ Арави ҫыннисемпе тата Меун ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ чухне те Турӑ ӑна пулӑшсах тӑнӑ;</verse>
				<verse number="8">аммонсем те Озияна хырҫӑ тӳлесе тӑнӑ; унӑн ячӗ-сумӗ Египет чикки таранах сарӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питех те вӑйлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Озия Иерусалим хулинче кӗтесри хапха ҫинче, айлӑма тухмалли хапха ҫинче тата кӗтесре пашнесем тунӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ.</verse>
				<verse number="10">Пушхирте те пашнесем тунӑ, нумай пусӑ чавтарнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн айлӑмпа тӳрем вырӑнсенче темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ, ту-сӑрт ҫинче тата сат пахчисенче ҫӗр ӗҫченӗсемпе иҫӗм ӳстерекенсем пулнӑ: вӑл ҫӗр ӗҫне юратнӑ.</verse>
				<verse number="11">Озиян лайӑх йӗркеленӗ ҫар та пулнӑ; Иеиел ҫыруҫӑпа Маасея пӑхавҫӑ ҫар ҫыннисене шутласа вӗсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрнӑ, вӗсене вара Ханания — патшанӑн чи ҫывӑх ҫыннисенчен пӗри — ертсе пынӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫара икӗ пин те ултҫӗр ҫын ертсе пынӑ, лешӗсем, харсӑрскерсем, ӑру, кил-йыш пуҫӗсем пулнӑ;</verse>
				<verse number="13">вӗсен аллинчи ҫарта виҫҫӗр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ, вӗсем вӑрҫа паттӑррӑн кӗнӗ, патшана тӑшманӗсемпе кӗрешме пулӑшнӑ.</verse>
				<verse number="14">Озия вӗсем валли, мӗнпур ҫар валли, хулкансемпе сӑнӑсем, тимӗр калпаксемпе хурҫӑ тумтир, ухӑсемпе чулравсем туса панӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл Иерусалимра пашнесем ҫине тата хула кӗтессисене ҫӗмренпе те пысӑк чулпа пеме пултаракан сӑпрайсем ӑсталаса лартнӑ. Озия чапа тухнӑ, унӑн ячӗ аякка сарӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйне тӗлӗнмелле хӳтӗлесе вӑйланса кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӑйланса ҫитсессӗн вара унӑн чӗри ӑна тӗп тумаллах мӑнаҫланса кайнӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче шутсӑр пысӑк айӑпа кӗнӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ умӗнче фимиам тӗтӗрме кӗнӗ.</verse>
				<verse number="17">Азария священник тата Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракан сакӑрвунӑ священник, хӑюллӑ ҫынсем, ун хыҫҫӑн кайнӑ та</verse>
				<verse number="18">Озия патшана сивлесе каланӑ: Озия, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗресси санӑн ӗҫ мар; ку вӑл — священниксен, Аарон ывӑлӗсен, ӗҫӗ, вӗсене ҫавна тума халалланӑ; сӑваплӑ вырӑнтан тух — эсӗ саккуна пӑсрӑн, ҫакӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче чыс пулас ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.</verse>
				<verse number="20">Аслӑ священник Азария тата ытти священниксем ун ҫине пӑхнӑ та — акӑ тилҫе унӑн ҫамки ҫинче. Вара ӑна кунтан тухма хистенӗ, вӑл хӑй те тухма васканӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна Ҫӳлхуҫа хаса панӑ.</verse>
				<verse number="21">Озия патша мӗн виличченех тилҫе чирӗпе асапланнӑ, пурӑнма та уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ; ӑна ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен уйӑрнӑ. Патша керменне тата ҫӗршыв халӑхне Иоафам, унӑн ывӑлӗ, тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Озиян ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Исаия пророк — Амос ывӑлӗ — ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="23">Озия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна ашшӗсемпе пӗрле, анчах та, вӑл тилҫеллӗ тесе, патша тупӑклӑхӗн уйӗнче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иоафам, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Иоафам ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иеруша, вӑл Садок хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл, шӑп та шай Озия пек, хӑйӗн ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, анчах та вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремен; халӑх вара ҫаплах ҫылӑхран хӑпман.</verse>
				<verse number="3">Озия Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тури хапхине тунӑ тата Офел хӳми ҫинче те нумай туса лартнӑ;</verse>
				<verse number="4">Иудея тӑвӗ ҫинче хуласем лартнӑ, вӑрманлӑ вырӑнсенче керменсемпе пашнесем тунӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл аммонсен патшипе ҫапӑҫнӑ, ӑна парӑнтарнӑ, вара ҫав ҫул аммонсем ӑна ҫӗр талант кӗмӗл, вунӑ пин кор тулӑ тата вунӑ пин кор урпа панӑ. Аммонсем ӑна тепӗр ҫул та, тата тепӗр ҫул та ҫавӑн чухлех тӳленӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑн пек хӑватлӑ пулнӑ Иоафам, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="7">Иоафамӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн вӑрҫисене тата вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ:</verse>
				<verse number="8">патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ.</verse>
				<verse number="9">Иоафам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Ахаз, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман,</verse>
				<verse number="2">Израиль патшисен ҫулӗпех ҫӳренӗ, ҫитменнине тата Ваал кӗлеткисене шӑратса туса тултарнӑ;</verse>
				<verse number="3">Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче тӗтӗрнӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, Ахаз хӑй ывӑлӗсене те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ;</verse>
				<verse number="4">тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ӑна Сири патшийӗн аллине панӑ, Сири ҫыннисем ӑна ҫапса аркатнӑ, нумай ҫыннине тыткӑна илсе Дамаска хӑваласа кайнӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫа ӑна Израиль патшийӗн аллине те панӑ, лешӗ вара ӑна ҫапса салатмаллипех ҫапса салатнӑ.</verse>
				<verse number="6">Факей — Ремалия ывӑлӗ, [Израиль патши] — Иудея ҫыннисене, паттӑр ҫапӑҫаканскерсене, пӗр кун хушшинчех ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пӗтерсе тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Зихрий, Ефрем йӑхӗнчи вӑйламас ҫын, патша ывӑлне Маасеяна, патша керменӗн пуҫлӑхне Азрикама тата патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫынна, Елкана ятлӑскерне, вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене, иудейсене, икҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ, вӗсем хушшинче хӗрарӑмсемпе ачасем те пулнӑ; тата вӗсем темӗн чухлӗ тупӑш ҫаратса тултарнӑ; тыткӑна илнисене те, тупӑша та Самарие ӑсатнӑ.</verse>
				<verse number="9">Унта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулнӑ, унӑн ячӗ — Одед. Вӑл Самарие каякан ҫар умне тухса тӑнӑ та каланӑ: акӑ аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, иудейсене ҫилленсе, вӗсене сирӗн алла пачӗ, эсир вара вӗсене тилӗрсе кайсах ҫӗмӗртӗр, ӗнтӗ ҫав хаярлӑх тӳпенех ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="10">Халӗ эсир Иудейӑпа Иерусалим ывӑлӗ-хӗрӗсене хӑвӑр валли чура тума шутлатӑр. Сирӗн хӑвӑрӑн та Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче айӑп ҫук-им вара?</verse>
				<verse number="11">Эппин, итлӗр мана: хӑвӑр тыткӑна илнӗ тӑванӑрсене каялла ярӑр: Ҫӳлхуҫа ҫиллин ҫулӑмӗ — сире хирӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем хӑшӗ-хӑшӗсем — Иегоханан ывӑлӗ Азария, Мешиллемоф ывӑлӗ Берехия, Шаллум ывӑлӗ Езекия тата Хадлай ывӑлӗ Амас — вӑрҫӑран таврӑнакансене хирӗҫ тухнӑ та</verse>
				<verse number="13">каланӑ вӗсене: тыткӑна лекнисене кунта ан кӗртӗр — пире уншӑн Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче ҫылӑх пулать. Хамӑрӑн айӑпсемпе ҫылӑхсем ҫумне сирӗн тата хушас килет-им? пирӗн айӑп ахаль те пысӑк, [Ҫӳлхуҫа] ҫиллин ҫулӑмӗ Израиль тӗлӗнчех тӑрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫар ҫыннисем ӗнтӗ тыткӑна илнисене тата тупӑша ҫав пуҫлӑхсемпе Израиль халӑхне парса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вара ятран асӑнса тухнӑ ҫав арсем тыткӑна илсе килнисене пулӑшнӑ: тупӑшри тумтире илсе ҫарамассисене пурне те тӑхӑнтартнӑ, вӗсене ура сырри те панӑ, вӗсене тӑрантарнӑ-ӗҫтернӗ, вӗсен пуҫне ҫу сӗрнӗ, халсӑрланса ҫитнисене ашаксем ҫине лартнӑ, унтан вӗсене Иерихона, пальма хулине, хӑйсен тӑванӗсем патне ӑсатнӑ, кайран Самарие таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав вӑхӑтра Ахаз патша Ассири патшисем патне, вӗсенчен пулӑшу ыйтса, ҫын янӑ,</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн идумейсем каллех тапӑнса килнӗ, Иудейӑра темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ, тыткӑна илнӗ;</verse>
				<verse number="18">филистимсем те Иудейӑн кӑнтӑр енчи тата айлӑмлӑ вырӑнсенчи хуласене тапӑннӑ: Вефсамис, Аиалон, Гедероф хулисене тата Сохо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Фимна хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Гимзо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене ҫӗнсе илнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="19">Иудейӑна Ҫӳлхуҫа Ахазшӑн, Иудея патшишӗн, ҫапла мӑшкӑл кӑтартнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша Иудейӑна пӑсса янӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче пысӑк ҫылӑхсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Ӗнтӗ Ахаз патне Ассири патши Феглафелласар ҫитнӗ, анчах та пулӑшас вырӑнне вӑл йывӑрлӑх ҫеҫ кӳнӗ:</verse>
				<verse number="21">патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи, патша керменӗнчи пурлӑха тата улпутсен пурлӑхне Ассири патшине панӑ, анчах ӑна пӗрех пулӑшу пулман.</verse>
				<verse number="22">Хӑйне хӗсӗк килнӗ вӑхӑтра та вӑл, Ахаз патша, Ҫӳлхуҫа умӗнче саккуна хирӗҫле ӗҫсем тума пӑрахман.</verse>
				<verse number="23">Вӑрҫӑра пире вӗсен туррисем ҫапса аркатрӗҫ пулӗ тесе, вӑл Дамаск туррисене парне кӳнӗ, вӑл: вӗсене Сири патшисенӗн туррисем пулӑшаҫҫӗ; эпӗ вӗсене парне кӳрӗп те вӗсем мана та пулӑшӗҫ, тенӗ. Анчах та ҫав парнесем ӑна та, Израиле те пӗтме ҫеҫ пулӑшнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ахаз Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана пуҫтарнӑ, Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана ватса-ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене питӗрсе илнӗ, Иерусалимӑн пур кӗтесӗнче те чӳк парнисен вырӑнӗсене лартса тухнӑ,</verse>
				<verse number="25">Иудейӑри кашни хуларах ют турӑсем умӗнче тӗтӗрсе тӑмашкӑн тӳпем вырӑнсем тутарттарнӑ, ҫапла вӑл ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине вӗчӗхтернӗ.</verse>
				<verse number="26">Унӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн малтанхи тата юлашки ӗҫӗсене, вӑл мӗнле пурӑннине Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хулара, Иерусалимра, пытарнӑ, анчах та Израиль патшисенӗн тупӑклӑхне илсе кӗмен. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Езекия, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Езекия патшана ҫирӗм пиллӗкре ларнӑ, Иерусалимра вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Авия, вӑл Захария хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл пӗтӗм ӗҫне, шӑп та шай Давид пек, хӑй ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ.</verse>
				<verse number="3">Патшана ларнӑ ҫулхинех, пӗрремӗш уйӑхрах, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене уҫнӑ, вӗсене ҫӗнетнӗ,</verse>
				<verse number="4">вара священниксемпе левитсене пухӑнма хушнӑ, вӗсене тухӑҫ енчи лаптӑка пуҫтарнӑ та</verse>
				<verse number="5">каланӑ вӗсене: итлӗр мана, левитсем! Халӗ хӑвӑр та тасалӑр, хӑвӑр аҫӑрсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртне те тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, сӑваплӑ вырӑнтан мӗн таса маррине кӑларса ывӑтӑр.</verse>
				<verse number="6">Пирӗн аттесем йӗркесӗр пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, Ӑна пӑрахнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен хӑпнӑ, ӑна тӳртӗн тӑнӑ,</verse>
				<verse number="7">пӑлтӑр алӑкне хупса лартнӑ, ҫутаткӑҫсене сӳнтернӗ, Израиль Туррийӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳмен, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмен.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа вара Иудейӑпа Иерусалима ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене мӑшкӑл курмалла тунӑ, вӗсене ӗнтӗ ҫаратса-тустарса тухнӑ, намӑс кӑтартнӑ — ҫакна эсир хӑвӑр куҫӑрпах куратӑр.</verse>
				<verse number="9">Сирӗн аҫӑрсем хӗҫрен пӗтрӗҫ, пирӗн ывӑлӑмӑрсем, хӗрӗмӗрсем, арӑмӑрсем вара паянхи кунчченех [хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче мар,] тыткӑнра.</verse>
				<verse number="10">Халӗ манӑн чӗрере — Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррипе халал хывасси, пире Хӑй ҫиллин ҫулӑмӗнчен хӑтартӑрччӗ Вӑл.</verse>
				<verse number="11">Ачамсем! тимсӗр ан пулӑр: Ҫӳлхуҫа сире Хӑй умӗнче тӑма, Хӑйӗншӗн ӗҫлеме, Унӑн чурисем пулса пуҫҫапма тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрекенсем пулма суйласа илнӗ, тенӗ Езекия патша.</verse>
				<verse number="12">Вара ҫак левитсем ӗҫе пикеннӗ: Кааф ывӑлӗсенчен — Амасай ывӑлӗ Махаф тата Азария ывӑлӗ Иоель; Мерари ывӑлӗсенчен — Авдий ывӑлӗ Кис тата Иегаллелел ывӑлӗ Азария; Гирсон ӑрӑвӗнчен — Зимма ывӑлӗ Иоах тата Иоах ывӑлӗ Еден;</verse>
				<verse number="13">Елицафан ывӑлӗсенчен — Шимри тата Иеиел; Асаф ывӑлӗсенчен — Захария тата Матфания;</verse>
				<verse number="14">Еман ывӑлӗсенчен — Иехиел тата Шимей; Идифун ывӑлӗсенчен — Шемаия тата Уззиел.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем хӑйсен пиччӗшӗ-шӑллӗсене пуҫтарнӑ та кӗлтуса тасалнӑ, унтан патша хушнипе, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатма кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатма священниксем шала кӗнӗ. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ мӗнпур тасамара Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишне илсе тухнӑ, мӗн йӑтса тухнине левитсем Кедрон юхӑмӗ патне илсе кайса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тасатма пуҫланӑ та ҫав уйӑхӑн саккӑрмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрне кӗнӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫуртне сакӑр кун хушши тасатнӑ, пӗрремӗш уйӑхӑн вунулттӑмӗш кунӗнче тасатса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="18">Вара Езекия патша патне пынӑ та каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатрӑмӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне те, мӗнпур савӑт-сапана та, парне ҫӑкӑрӗн сӗтелне те, тата сӗтелӗн мӗнпур савӑт-сапине те тасатрӑмӑр,</verse>
				<verse number="19">Ахаз хӑй патшара ларнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ мӗнпур савӑт-сапана та эпир тасатса хатӗрлерӗмӗр, халӗ вӗсем акӑ Ҫӳлхуҫана парне памалли вырӑн умӗнче.</verse>
				<verse number="20">Ӗнтӗ Езекия патша ирех тӑнӑ та хула пуҫлӑхӗсене пуҫтарнӑ, унтан Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вара патшалӑх ҫылӑхӗшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн тата Иудейӑшӑн парне кӳме ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх, ҫичӗ путек тата ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ; патша ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳме Аарон ывӑлӗсене, священниксене, хушнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӑкӑрсене пуснӑ, священниксем вӗсен юнне илнӗ те парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ; унтан сурӑхсене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ; путексене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ.</verse>
				<verse number="23">Патшапа халӑх умне ҫылӑх каҫарттарма ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ, священниксем аллисене вӗсем ҫине хунӑ.</verse>
				<verse number="24">Унтан священниксем вӗсене пуснӑ та, пӗтӗм Израиль ҫылӑхне каҫарттарас тесе, вӗсен юнӗпе парне вырӑнне тасатнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша пӗтӗм Израильшӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнепе ҫылӑх парни кӳме хушнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вара Давид вӗрентнӗ пек, патшанӑн витӗркуранӗ Гад тата Нафан пророк каланӑ пек, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне левитсене кимвалсемпе, псалтирьсемпе тата цитрӑсемпе тӑратнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ ҫавӑн пек йӗрке панӑ.</verse>
				<verse number="26">Вара левитсем Давидӑн кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗсене тытнӑ, священниксем трупасем тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Езекия пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хума хушнӑ. Ҫав вӑхӑтра, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме пуҫӑнсанах, Израиль патшийӗн Давидӑн кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗсене калама, трупа кӑшкӑртма, Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлама пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="28">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне ҫунса пӗтичченех пӗтӗм халӑх кӗлтуса тӑнӑ, юрлакансем юрланӑ, трупасем кӑшкӑртнӑ.</verse>
				<verse number="29">Парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса ярсассӑн, патша тата пӗтӗм халӑх ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="30">Езекия патшапа пуҫлӑхсем левитсене Ҫӳлхуҫана Давид сӑмахӗсемпе тата Асаф витӗркуран сӑмахӗсемпе мухтама хушнӑ, лешӗсем ӗнтӗ савӑнсах-хӗпӗртесех мухтанӑ, чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="31">Езекия тата ҫапла каланӑ: халӗ эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫана халалларӑр; килӗр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парнесем, тав парни кӳрӗр, тенӗ. Вара пӗтӗм халӑх парнесем, тав парни кӳнӗ, чӗри хушнипе хӑшӗ-хӑшӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне те кӳнӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: ӗҫ вӑкӑрӗ ҫитмӗл тата ҫитмӗл сурӑх, икҫӗр путек — ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесен шучӗ ултҫӗр пуҫ шултӑра выльӑх тата виҫӗ пин пуҫ вак выльӑх пулнӑ.</verse>
				<verse number="34">Анчах та священникӗсем сахал пулнӑ, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӑн тирне сӳсе тӑма ӗлкӗреймен, ҫавӑнпа ӗҫ вӗҫленичченех тата ытти священниксем тасалса хатӗрленсе ҫитиччен вӗсене тӑванӗсем, левитсем, пулӑшса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене тасатас ӗҫре священниксенчен тимлӗрех пулнӑ.</verse>
				<verse number="35">Ӗнтӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне те, канӑҫлӑх парни те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне ҫине сапмалли эрех те питӗ нумай пулнӑ. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтӑвассине ҫапла ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫак ӗҫ кӗтмен ҫӗртен, хӑвӑрт пулса иртнӗ, Турӑ халӑх кӑмӑлне ҫапла ҫавӑрнӑшӑн Езекия тата пӗтӗм халӑх савӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Езекия патша Израиль Турри ячӗпе Пасха уявне уявлама Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Иерусалима, килме чӗнсе Израильпе Иудея ҫӗрӗн пур кӗтесне те ҫын ҫитернӗ, Ефремпа Манассия патне те ҫыру ҫырса янӑ.</verse>
				<verse number="2">Патшапа унӑн аслӑ улпучӗсем тата Иерусалима пухӑннисем канашланнӑ та ҫапла йышӑннӑ: Пасхӑна иккӗмӗш уйӑхра ирттермелле,</verse>
				<verse number="3">мӗншӗн тесессӗн священниксен йышӗ пӗтӗмпех тасалса ҫитейменнипе тата Иерусалима халӑх пӗтӗмпех пуҫтарӑнманнипе Пасхӑна вӑхӑтра ирттереймен пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫапла йышӑнни патшана та, унта пухӑннӑ халӑха та килӗшнӗ.</verse>
				<verse number="5">Израиль Турри ячӗпе Пасха ирттерме Иерусалима пухӑнмалли ҫинчен пӗтӗм Израилӗпех — Вирсавияран тытӑнса Дан таранах — пӗлтерме килӗшсе татӑлнӑ; ӗнтӗ Пасхӑна тахҫантанпах саккун хушнӑ пек ирттермен пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вара патшапа унӑн аслӑ улпучӗсен ҫырӑвӗсене илсе, хыпарҫӑсем пӗтӗм Израиль ҫӗрне, пӗтӗм Иудея ҫӗрне саланнӑ, патша хушнипе ҫапла каланӑ: эй Израиль ачисем! Ҫӳлхуҫа енне — Авраам, Исаак тата Израиль Турри енне — ҫаврӑнӑр, вара Вӑл Ассири патшисен аллинчен ҫӑлӑнса юлнӑ йӑлкӑм енне ҫаврӑнӗ.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑр аҫӑрсем пек, хӑвӑр тӑванӑрсем пек ан пулӑр: вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче саккуна пӑсса пурӑннӑ; ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӗсене ҫаратса-тустарса тухнине эсир хӑвӑрах куратӑр.</verse>
				<verse number="8">Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ.</verse>
				<verse number="9">Эсир Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнсассӑн сирӗн тӑванӑрсене тата сирӗн ачӑрсене хӑйсене тыткӑна илсе кайнисем патӗнче ҫӑмӑллӑх [пулӗ], вӗсем ҫакӑ ҫӗр ҫине таврӑнӗҫ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, эсир Ун енне ҫаврӑнсассӑн Вӑл сире тӳртӗн тӑмӗ, тенӗ хыпарҫӑсем.</verse>
				<verse number="10">Хыпарҫӑсем Ефремпа Манассия ҫӗрӗсенче хуларан хулана ҫӳренӗ, Завулон ҫӗрӗ патнех ҫитнӗ, анчах вӗсенчен кулнӑ кӑна, мӑшкӑлланӑ ҫеҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавах та Асир, Манассия тата Завулон йӑхӗсен ҫыннисем хӑшӗ-хӑшӗ ӳкӗте кӗнӗ те Иерусалима пынӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Иудея ҫинче Турӑ алли пулнӑ, иудейсем патшапа пуҫлӑхсем хушнине пурӑнӑҫлаччӑр тесе, Вӑл вӗсене пӗр чӗреллӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="13">Иккӗмӗш уйӑхра Иерусалима тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне халӑх йышлӑ, шутсӑр нумай пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="14">Ӗнтӗ Иерусалимри чӳк парнисен вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухнӑ, [йӗрӗхсене] тӗтӗрмелли пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те ҫапса аркатнӑ та Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ;</verse>
				<verse number="15">иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха путекне пуснӑ. Намӑсланнӑ священниксемпе левитсем вара тасалнӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем илсе пынӑ,</verse>
				<verse number="16">йӗркене пӑхӑнса, Турӑ ҫыннин Моисейӗн саккунӗ хушнӑ пек, вӗсем хӑйсен вырӑнӗсене йышӑннӑ. Священниксем вара левитсен аллинчен [илсе тӑнӑ] юна сирпӗтнӗ.</verse>
				<verse number="17">Пухӑннисем хушшинче тасалманнисем те нумай пулнӑ; левитсем, Ҫӳлхуҫана халалласа, тасалманнисемшӗн Пасха путекӗ пуснӑ.</verse>
				<verse number="18">Халӑх хушшинче чылайӑшӗ — ытларах Ефремпа Манассия, Иссахарпа Завулон йӑхӗнчисем — тасалман пулнӑ; апла пулин те, йӗрке тӑрӑх туман пулин те, вӗсем те Пасха апатне ҫинӗ.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ Езекия вӗсемшӗн кӗлтуса ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ырӑ. Ҫак ҫынсене каҫарсам, вӗсем тасалман пулин те пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫа Турра, ашшӗсен Туррине, пуҫҫапма килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Езекияна илтнӗ, Вӑл халӑха каҫарнӑ.</verse>
				<verse number="21">Иерусалима пухӑннӑ Израиль ывӑлӗсем вара тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнса-хӗпӗртесе уявланӑ; левитсемпе священниксем кашни кунах Ҫӳлхуҫана кӗвӗ сӑпрайӗ каласа мухтанӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлекен левитсене Езекия чӗререн тухакан сӑмахсемпе хавхалантарнӑ. Канӑҫлӑх парнисем парса, ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине мухтаса уяв апатне ҫичӗ кун хушши ҫинӗ.</verse>
				<verse number="23">Пӗтӗм халӑх тата ҫичӗ кун хушши уяв тума йышӑннӑ, вара ҫав ҫичӗ кунне те савӑнӑҫлӑн ирттернӗ,</verse>
				<verse number="24">мӗншӗн тесессӗн Езекия, Иудея патши, пухӑннӑ халӑх валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; патшанӑн ҫывӑх ҫыннисем те пухӑннисем валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; ӗнтӗ чылай священник тасалмаллипех тасалса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="25">Иудейӑран пуҫтарӑннисем те, священниксемпе левитсем те, Израильрен килнӗ пӗтӗм халӑх та, Израиль ҫӗрӗнчен пырса Иудейӑра пурӑнакансем те — пурте савӑннӑ-хӗпӗртенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иерусалимра калама ҫук пысӑк хаваслӑх тӑнӑ, кунашкал уяв Иерусалимра Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — вӑхӑтӗнче пулнӑранпа урӑх пулман.</verse>
				<verse number="27">Священниксемпе левитсем тӑнӑ та халӑха пиллӗх панӑ; Турӑ вӗсен сассине илтнӗ, вӗсем кӗлтуни Унӑн тӳпери сӑваплӑ килнех ҫитнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Уяв вӗҫленсессӗн унта хутшӑннӑ израильсем пурте Иудея хулисене кайнӑ та суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ, пӗтӗм Иудейӑри тата Вениамин, Ефрем, Манассия ҫӗрӗсенчи тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн израильсем кашниех хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Езекия священниксемпе левитсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрса, вӗсене черетпе ӗҫлемелле туса кашни ҫыннине хӑй ӗҫӗ патне, — священник ӗҫӗ-и вӑл, левит ӗҫӗ-и, — тӑратнӑ, вӗсен ӗнтӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳмелле пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлемелле пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умӗнче Турра мухтаса-аслӑласа тӑмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнӑ пек, патша хӑй пурлӑхӗн пайне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, — ирсерен те каҫсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкун тата уйӑх пуҫламӑшӗнче, уявсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, — парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа саккунне ҫирӗп тытса пурӑнччӑр тесе, Иерусалимра пурӑнакансене вӑл священниксемпе левитсене мӗн кирлине парса тӑма хушнӑ.</verse>
				<verse number="5">Патша мӗн хушнине халӑх хушшинче пӗлтерсе тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем малтан ӗлкӗрнӗ тырпулне, эрехне, ҫӑвне, пылне тата ытти уй-хир ҫимӗҫне нумай панӑ; вӗсем ӗнтӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="6">Иудея хулисенче пурӑнакан израильсемпе иудейсем те хӑйсен шултӑра тата вак выльӑхӗн вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ; вӗсем тата хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине халалланӑ парнесен вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ; ӗнтӗ купаланӑ та купаланӑ.</verse>
				<verse number="7">Виҫҫӗмӗш уйӑхра купалама пуҫланӑ та ҫиччӗмӗш уйӑхра вӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара Езекияпа аслӑ улпутсем пынӑ та, пухӑнса кайнӑ купасене курса, Ҫӳлхуҫана тата Унӑн Израиль халӑхне тав тунӑ.</verse>
				<verse number="9">Езекия священниксемпе левитсенчен ҫав купасем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="10">Садок кил-йышӗнчен тухнӑ аслӑ священник Азария ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫавӑнтанпа, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парнесем илсе килме тытӑннӑранпа, эпир тӑраниччен ҫисе пурӑнтӑмӑр, темӗн чухлӗ юлчӗ те, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне пиллӗх пачӗ. Мӗн юлни вара шутсӑр нумай, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумӗнче пӳлӗмсем тума хушнӑ. Ҫапла тунӑ та.</verse>
				<verse number="12">Вара халӑх мӗн илсе килнине — вуннӑмӗш пайсене тата Ҫӳлхуҫана халалланӑ парнесене — мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлех ҫав пӳлӗмсене кӗртсе хунӑ. Пухӑннӑ пурлӑхӑн тӗп управҫӑ-пуҫлӑхӗ Хонания левит пулнӑ, унӑн пӗртӑванӗ Симей иккӗмӗш управҫӑ-пуҫлӑх пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Езекия патша тата Турӑ Ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Азария хушнипе Хонанияпа унӑн пӗртӑванне Симее пӑхӑнса пурлӑха хураллакансем ҫаксем пулнӑ: Иехиил тата Азазия, Нахаф тата Асаил, Иеримоф тата Иозавад, Елиел тата Исмахия, Махаф тата Бенания.</verse>
				<verse number="14">Коре — Имна ывӑлӗ, левит, тухӑҫ енчи алӑк хуралҫи — Турра панӑ ыр кӑмӑл парнисемшӗн яваплӑ пулнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесене тата Ҫӳлхуҫана халалланӑ япаласене валеҫсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Корене вара Еден тата Миниамин, Иешуа тата Шемаия, Амария тата Шехания пулӑшса тӑнӑ, вӗсем священниксен хулисенче пурӑннӑ, хӑйсен тӑванӗсене — ваттине те, вӗттине те — хӑйсен пайне тӗрӗс валеҫсе пама пулӑшнӑ,</verse>
				<verse number="16">вӗсемсӗр пуҫне пӗтӗм арҫынна виҫӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, кулленех Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗлтума ҫӳрекенсене, вӗсем мӗн ӗҫре тата хӑш вырӑнта ӗҫленине кура,</verse>
				<verse number="17">шута илсе тухнӑ священниксене вӗсен кил-йышӗсем тӑрӑх, левитсене ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен ӗҫне кура тата хӑш уйрӑмра ӗҫленине кура,</verse>
				<verse number="18">вӗсен пӗчӗк ачисене, вӗсен арӑмӗсене, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, — ӗнтӗ шута илнӗ пӗтӗм йыша, — тивӗҫекен пая тӗрӗс валеҫсе пама тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма халалланӑ.</verse>
				<verse number="19">Ааронӑн шута илнӗ ывӑлӗсене священниксене, вӗсен кил-йышӗнчи арҫынсене тата шута илсе тухнӑ левитсемпе вӗсен кил-йышӗнчи арҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ пая парса тӑмашкӑн вӗсем пурӑнакан кашни хуларах ятран суйласа илнӗ ҫынсене уйӑрса лартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Акӑ мӗн-мӗн тунӑ пулнӑ Езекия пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнче, — хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче вӑл ыррине, тӗрӗссине те чӑннине туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="21">Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Езекия ҫакӑн пек чунтан парӑнса тунӑ ӗҫсем хыҫҫӑн Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑна пырса кӗнӗ, тӗреклӗлетнӗ хуласене ҫавӑрса илнӗ, вӑл вӗсене хӑй валли туртса илесшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Езекия, Сеннахирим Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма шутланине курсассӑн,</verse>
				<verse number="3">хӑйӗн ҫулпуҫӗсемпе, ҫар ҫыннисемпе канашланӑ та, вӗсем хула тулашӗнчи ҫӑлкуҫсене хупласа лартма шутланӑ; лешӗсем ку тӗлӗшпе пулӑшнӑ ӑна.</verse>
				<verse number="4">Халӑх нумай пуҫтарӑннӑ, вара мӗнпур ҫӑл-пӗве таврашне тата ҫӗршыв урлӑ юхса выртнӑ юхӑма тӑпра сапса хупланӑ та каланӑ: кунта килсессӗн Ассири патшисем шыв ан тупайччӑр, [ан ҫирӗпленейччӗр], тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Езекия ӗнтӗ хавхаланса кайнӑ, тӳннӗ-юхӑннӑ хӳмене ҫӗнеттернӗ, ӑна пашне ҫӳллӗшех хӑпарттарнӑ, хула тулашӗнче тата тепӗр хӳме тутарнӑ, Давид хулинчи Миллона ҫирӗплетнӗ тата темӗн чухлӗ кӑралпа хулкан хатӗрленӗ.</verse>
				<verse number="6">Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ:</verse>
				<verse number="7">ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах,</verse>
				<verse number="8">унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ. Иудея патши Езекия каланӑ сӑмахсемпе вара халӑх вӑй илсе ҫирӗпленнӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑн хыҫҫӑн Ассири патши Сеннахирим хӑйӗн чурисене Иерусалима янӑ, — хӑй вӑл тата унӑн пӗтӗм ҫарӗ Лахисра тапӑрпа тӑнӑ пулнӑ, — вӑл Иудея патшине Езекияна тата Иерусалимри пӗтӗм иудейсене ҫапла калама хушнӑ:</verse>
				<verse number="10">Ассири патши Сеннахирим ҫапла калать: мӗне шанатӑр эсир? Иерусалим керемӗнче мӗне шанса ларатӑр?</verse>
				<verse number="11">Езекия сире: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварӗ» тесе, выҫӑпа та шывсӑр антӑхтарса вӗлерессишӗн илӗртмест-и-ха?</verse>
				<verse number="12">Унӑн тӳпем вырӑнӗсемпе Унӑн парне вырӑнӗсене ҫав Езекия ҫӗмӗрсе тухманччӗ-и-ха, Иудейӑпа Иерусалима: «пӗртен-пӗр парне вырӑнӗ умӗнче ҫеҫ кӗлтӑвӑр, унӑн умӗнче ҫеҫ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗр» теекенни ҫавӑ мар-и-ха?</verse>
				<verse number="13">Эпӗ тата манӑн аттемсем ытти ҫӗршывсенчи халӑхсене мӗн-мӗн тунине эсир пӗлместӗр-им вара? Ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен ҫӗрне ман алӑран ҫӑлса хӑварма пултарнӑ-и?</verse>
				<verse number="14">Манӑн аттемсем тӗп тунӑ халӑхсен туррисенчен хӑшӗ хӑй халӑхне ман аллӑмран хӑтарса хӑварнӑ? Сирӗн Туррӑр сире ман аллӑмран епле ҫӑлса хӑварӗ-ши?</verse>
				<verse number="15">Халӗ ӗнтӗ Езекия сире улталаса ан йӑпаттӑр; ан ӗненӗр ӑна: нихӑш халӑхпа нихӑш патшалӑхӑн турри те хӑй халӑхне ман аллӑмран, манӑн аттемсен аллинчен ҫӑлса хӑварма вӑй тупайман пулсан, сирӗн Туррӑр та сире ман аллӑмран хӑтараймӗ, тенӗ Сеннахирим.</verse>
				<verse number="16">Сеннахирим тарҫисем Ҫӳлхуҫа Турра хирӗҫле, Унӑн чурине Езекияна хирӗҫле тата нумай каланӑ.</verse>
				<verse number="17">Сеннахирим ҫырусем те ҫырнӑ пулнӑ, вӗсенче вӑл Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, хӑртнӑ, Ӑна хирӗҫле ҫакӑн пек каланӑ: «ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен халӑхӗсене манран ҫӑлса хӑварайман пекех, Езекия Турри те Хӑй халӑхне манран ҫӑлса хӑвараймӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Сеннахирим тарҫисем, хӳме ҫине тухса тӑнӑ Иерусалим халӑхне хӑратас, сехӗрлентерес тесе тата хулана ярса илес тесе, хытӑ сасӑпа еврейла кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="19">Иерусалим Турри ҫинчен вӗсем ытти халӑхсен туррисем ҫинчен, этем алли ӑсталанӑ турӑсем ҫинчен каланӑ пек каланӑ.</verse>
				<verse number="20">Вара Езекия патшапа Исаия — Амос ывӑлӗ, пророк — тӳпенелле пӑхса кӑшкӑрса кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Ангела янӑ та, вӑл Ассири патши ҫарӗнчи мӗнпур паттӑра, ҫарпуҫне тата ҫар пуҫлӑхӗсене тӗп тунӑ. Сеннахирим вара, намӑс курса, каялла хӑй ҫӗрне таврӑннӑ; хӑй туррин ҫуртне пырса кӗрсен, ӑна унта хӑйӗнчен ҫуралнисемех хӗҫпе касса вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="22">Езекияна тата Иерусалимра пурӑнакансене Ассири патшийӗн Сеннахиримӑн аллинчен тата ыттисен аллинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсене Вӑл пур ҫӗрте те упранӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ Иерусалима пырса Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре-кӳре тӑнӑ, Иудея патшине Езекияна та хаклӑ япаласем парнеленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Езекия пур халӑхсен умӗнче те чапа тухнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫав вӑхӑтра Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ. Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, Вӑл ӑна илтнӗ те паллӑ панӑ.</verse>
				<verse number="25">Анчах та Езекия хӑйне панӑ ырӑлӑхшӑн ырӑпа тавӑрма пӗлмен, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӗри мӑнаҫланса кайнӑ. Вара Турӑ ӑна та, Иудейӑна та, Иерусалима та ҫилленнӗ.</verse>
				<verse number="26">Езекия хӑй те, Иерусалим ҫыннисем те мӑнаҫлӑ чун-чӗрине йӑвашлатнӑ та, вара Езекия чӗрӗ чухне Ҫӳлхуҫа ҫилли вӗсем ҫине ӳкмен.</verse>
				<verse number="27">Езекиян пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те шутсӑр пысӑк пулнӑ; вӑл ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ чул, ырӑ шӑршӑлӑх, хулкан тата тӗрлӗрен савӑт-сапа упрамалли ҫурт тунӑ,</verse>
				<verse number="28">ҫӗр паракан ҫимӗҫе, тырра-пулла, эрехпе ҫу таврашне упрама кӗлетсем, выльӑх-чӗрлӗх усрама витесем, кӗтӳ тапӑрӗсем валли картасем тунӑ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл хуласем те туса лартнӑ. Вак выльӑхпа шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те унӑн нумай пулнӑ: Турӑ ӗнтӗ ӑна питех те пысӑк пурлӑх панӑ.</verse>
				<verse number="30">Геон шывне ҫӳлте пӗвелесе, унӑн юххине Давид хулин анӑҫ еннелле уҫса яраканӗ те Езекиях пулнӑ. Езекия кирек хӑш ӗҫне те ӑнӑҫуллӑ туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="31">Вавилон патшисем янӑ элчӗсем унран ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ хӑват палли ҫинчен ыйтса пӗлме пырсассӑн ҫеҫ, — ӑна сӑнаса пӑхас, ун чӗринче мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗлес тесе, — Турӑ Езекияна пӑрахса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="32">Езекия мӗн-мӗн тунине, унӑн ырӑ ӗҫӗсене Исаия — Амос ывӑлӗ, пророк, мӗн пулассине малтанах курнӑскерӗ — ҫырса хӑварнӑ тата Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="33">Ӗнтӗ Езекия канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид ывӑлӗсен тупӑклӑхӗнче ҫӳлте пытарнӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем хисеплесе-чысласа ӑсатнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Манассия, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ,</verse>
				<verse number="2">вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ:</verse>
				<verse number="3">хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Астарта юпине лартнӑ, тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Ҫӳлхуҫа: «Манӑн ятӑм ӗмӗр-ӗмӗр Иерусалимра пулӗ» тесе каланӑ Ҫуртра, чӳк парни вырӑнӗсене туса лартнӑ;</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="6">Енном ывӑлӗн айлӑмӗнче вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, тухатнӑ та; вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене те, асамҫӑсене те ӗҫлеме ирӗк панӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ Ҫуртне вара касса ӑсталанӑ йӗрӗх вырӑнаҫтарса лартнӑ; ку Ҫурт пирки Турӑ Давида тата Соломона, унӑн ывӑлне, ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра, Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра, Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп;</verse>
				<verse number="8">Израиль Эпӗ хушнине тата Эпӗ Моисей урлӑ панӑ саккуна, йӗркене пӗтӗмпе пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн, малашне Израиле Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Анчах та Манассия Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене пӑсса янӑ, вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем умӗнчен пӗтернӗ халӑхсенчен те ирсӗртерех пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Манассияпа унӑн халӑхӗ хӑйсене Ҫӳлхуҫа мӗн каланине итлемен.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине Ассири патшийӗн ҫарпуҫӗсене янӑ, лешӗсем вара Манассияна тимӗр тӑлӑпа тӑлласа, сӑнчӑрпа кӑкарса Вавилона илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла хӗсӗклӗхе лексессӗн, вӑл Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ та ашшӗсен Туррийӗ умӗнче питех те йӑвашланнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл Ӑна кӗлтунӑ, Турӑ вара ӑна тӑнланӑ, унӑн кӗллине илтнӗ, ӑна каялла Иерусалима илсе килсе патшана лартнӑ. Манассия вара Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Давид хулин тулашри хӳмине тутарнӑ, хӳме Геон патӗнчен анӑҫалла тӑсӑлса, лапам вырӑнпа иртсе Пулӑ хапхинчен кӗмелли ҫӗре ҫитнӗ, хӳмене ӗнтӗ Офел тавра тытса ҫавӑрнӑ, ӑна питӗ ҫӳллӗ тунӑ. Манассия Иудейӑри пур ҫирӗплетнӗ хулана та ҫарпуҫ лартса тухнӑ,</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи ют ҫӗр туррисене тата йӗрӗх кӗлеткине сирпӗтнӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн сӑрчӗ ҫинче тата Иерусалимра суя турӑсене парне кӳме лартнӑ вырӑнсене аркатса тухнӑ, вӗсене хула хыҫне кайса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="16">Унтан Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑна ҫӗнетнӗ, ун ҫинче канӑҫлӑх парнипе мухтав парни кӳнӗ, вара иудейсене Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, ӗҫлесе тӑма чӗнсе каланӑ.</verse>
				<verse number="17">Анчах та халӑх хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳнӗ пулин те, ҫакна тӳпем вырӑнта тунӑ-ха.</verse>
				<verse number="18">Манассиян ытти ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл хӑйӗн Туррине епле кӗлтуни ҫинчен, витӗркурансем ӑна Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе мӗн калани ҫинчен Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл мӗнле кӗлтунине, ӑна Турӑ тӑнланине, чунӗпе йӑвашланиччен Манассия мӗнле-мӗнле ҫылӑх тунине, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене, ӑҫта-ӑҫта тӳпем вырӑнсем туса унта Астартӑпа йӗрӗхсен кӗлеткисене лартса тухнине Хозай ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Манассия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ҫуртӗнче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Амон, ларнӑ.</verse>
				<verse number="21">Патшана ларнӑ чухне Амон ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл икӗ ҫул хушши патшара ларнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл, хӑйӗн ашшӗ Манассия пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; хӑйӗн ашшӗ Манассия тунӑ мӗнпур йӗрӗхе пуҫҫапнӑ, вӗсене чӳк парни парсах тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Хӑйӗн ашшӗ Манассия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланнӑ пулсассӑн, ку йӑвашланма пӗлмен; пачах урӑхла, Амон хӑйӗн ҫылӑхӗсене хушсах тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Вара унӑн тарҫисем ӑна хирӗҫ кавар тунӑ та ӑна хӑйӗн ҫуртӗнчех вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӗр халӑхӗ ӗнтӗ Амон патшана хирӗҫ тӑнӑ каварҫӑсене пурне те вӗлерсе пӗтернӗ, вара ҫӗр халӑхӗ ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Иосияна, лартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Иосия саккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл вӑтӑр пӗр ҫул хушши патшара ларнӑ,</verse>
				<verse number="2">вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, Давидӑн, хӑй ашшӗн, ҫулӗпе ҫеҫ ҫӳренӗ, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман.</verse>
				<verse number="3">Саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иосия, яш ача, хӑй ашшӗн, Давидӑн, Туррине пуҫҫапма тытӑннӑ, вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вара Иудейӑна тата Иерусалима чӳк тӳпемӗсенчен, Астарта юписенчен тата касса та шӑратса тунӑ йӗрӗхсенчен тасатма тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсене ун умӗнчех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Астарта юписене ҫӗмӗрнӗ вӑл, суя турӑсен касса та шӑратса тунӑ кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса салатнӑ, тусанне ҫав йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннисен тупӑкӗсем ҫине сапнӑ,</verse>
				<verse number="5">апӑссен шӑмми-шаккине лешӗсем хӑйсемех туса лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ, вара Иудейӑпа Иерусалима тасатнӑ,</verse>
				<verse number="6">Манассияпа Ефрем хулисенче, Симеон хулисенче — ӗнтӗ Неффалим йӑхӗ таранах — тата ҫав хутлӑхра пушанса юлнӑ вырӑнсенче те ҫавӑн пекех тунӑ,</verse>
				<verse number="7">чӳк парни вырӑнӗсене, Астарта юписене, суя тӗн туррисен кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса ҫӗмӗрнӗ, пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ ҫинчи кӗлеткесене аркатнӑ, вара Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Патшара вунсаккӑрмӗш ҫул ларнӑ чухне, ҫӗре тата Турӑ Ҫуртне тасатса ҫитернӗ хыҫҫӑн, вӑл Ацалия ывӑлне Шафана, хула пуҫлӑхне Маасеяна тата Иоаха — Иоахаз ывӑлне, ҫыруҫӑна — хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртне юсама янӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара вӗсем аслӑ священник Хелкия патне пынӑ, Манассия тата Ефрем ҫыннисем, ҫавӑн пекех ытти израильсем те, Иудӑпа Вениамин ҫыннисем, Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗле, алӑк умӗнче хуралта тӑнӑ левитсем пуҫтарса тӑнӑ кӗмӗле, ӑна панӑ;</verse>
				<verse number="10">ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине панӑ, лешӗсен вара кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакан-сиплекен ҫынсене уйӑрса памалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Кӗмӗле ӗнтӗ Иудея патшисем ҫаратса-аркатса хӑварнӑ ҫурт-йӗре юсакансене якатнӑ чул туянма тата пӑрӑссем тумашкӑн, ҫурт-йӗре тӑрӑламашкӑн йывӑҫ туянма панӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав ҫынсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ; вӗсене ҫак ҫынсен пӑхса-тӗрӗслесе тӑмалла пулнӑ: Мерари ӑрӑвӗнчи левитсем Иахафпа Овадия, Кааф ӑрӑвӗнчи левитсем Захарийӑпа Мешуллам тата кӗвӗ-ҫемӗ калакан мӗнпур левит.</verse>
				<verse number="13">Вӗсемех йывӑр япаласене йӑтакансем, урӑх йышши ӗҫсене тӑвакансем мӗнле вӑй хунине сӑнаса тӑнӑ; левитсем хушшинчех ҫыруҫӑсем те, пӑхавҫӑсем те, алӑк-хапха хуралҫисем те пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пухӑннӑ кӗмӗле кӑларса илнӗ чухне Хелкия священник Моисей урлӑ панӑ Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине тупнӑ.</verse>
				<verse number="15">Хелкия вара Шафан ҫыруҫӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче эпӗ саккун кӗнеки тупрӑм, тенӗ. Хелкия ҫав кӗнекене Шафана панӑ.</verse>
				<verse number="16">Шафан кӗнекене патша патне илсе кайнӑ та патшана хыпар туса каланӑ: санӑн чурусене мӗн хушнӑ — вӗсем ҫавна йӑлтах тӑваҫҫӗ;</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ кӗмӗле шута илчӗҫ, ӑна пӑхавҫӑсемпе ӗҫ ӗҫлеттерекенсене алӑранах пачӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Шафан ҫыруҫӑ патшана тата ҫапла пӗлтернӗ: Хелкия священник мана кӗнеке пачӗ, тенӗ. Шафан кӗнекене патша умӗнче вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="19">Саккун сӑмахӗсене илтсессӗн патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вара патша Хелкияна, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Авдона, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ:</verse>
				<verse number="21">кайӑр та ман ятпа, Израильре юлнӑ ҫынсен ячӗпе тата Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, уяман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вара Хелкия тата патша ҫыннисем хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="23">Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр:</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши умӗнче вуланӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ мӗнпур инкек-синкекпе ылхана яратӑп,</verse>
				<verse number="25">Мана пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн Манӑн вутлӑ ҫиллӗм ҫак вырӑн тӗлӗнче хыпса илӗ те сӳнмӗ вӑл.</verse>
				<verse number="26">Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать:</verse>
				<verse number="27">ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Турӑ умӗнче йӑвашлантӑн, Ман умӑмра йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="28">Акӑ сана канӑҫлӑ аҫусемпе пӗрлештерӗп, сана хӑвӑн тупӑклӑхна тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра пытарӗҫ, санӑн куҫусем Эпӗ ҫак вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине ярас сехмете курмӗҫ, тет Турӑ, тенӗ Олдама. Хурава патша патне ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="29">Патша вара йыхрав янӑ та Иудейӑпа Иерусалимри мӗнпур аслӑ ҫынна хӑй патне пуҫтарнӑ,</verse>
				<verse number="30">патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, левитсем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="31">Патша хӑй вырӑнне тӑнӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ — ҫак кӗнекере ҫырнӑ халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫа килтермешкӗн Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыма, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, Вӑл панӑ йӗркесене пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан пӑхӑнса пурӑнма пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Патша Иерусалимри тата Вениамин ҫӗрӗнчи мӗнпур ҫынна та ҫак халала йышӑнма хушнӑ; вара Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ, хӑйсен ашшӗсенӗн Турри, вӗрентнӗ пек пурӑнма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="33">Иосия ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсен мӗнпур ҫӗрӗ ҫинчи йӗрӗнчӗксене пӗтӗмпех аркатнӑ, Израиль ҫӗрӗнчи ҫынсене пурне те хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗҫлесе пурӑнма хушнӑ. Вара Иосия пурӑннӑ чухне вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен пӑрӑнман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Иосия ӗнтӗ Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗпе Пасха ирттернӗ, вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха путекне пуснӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ,</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр;</verse>
				<verse number="4">Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр,</verse>
				<verse number="5">сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр,</verse>
				<verse number="6">вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.</verse>
				<verse number="7">Иосия ӗнтӗ ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑх ывӑлӗсене Пасха парни кӳме вак выльӑхран вӑтӑр пин пуҫ путекпе ҫамрӑк качака таки тата виҫӗ пин пуҫ вӑкӑр панӑ. Ку ӗнтӗ — патша пурлӑхӗнчен пани.</verse>
				<verse number="8">Унӑн аслӑ улпучӗсем те, тимлӗ пулса, халӑха, священниксене тата левитсене — Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияна, Захарийӑна, Иехиила — Пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ [сурӑх, путек тата качака таки] тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ;</verse>
				<verse number="9">левитсен пуҫлӑхӗсем Хонания, Шемаия, Нафанаилпа унӑн пӗртӑванӗсем Хашавия, Иеиел тата Иозавад левитсене Пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ [сурӑх] тата пилӗкҫӗр вӑкӑр панӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла хатӗрленсе ҫитсессӗн, патша хушнипе священниксем хӑйсен вырӑнне тӑнӑ, левитсем те хӑйсен ушкӑнӗсемпе тӑрса тухнӑ;</verse>
				<verse number="11">ӗнтӗ Пасха путекне пуснӑ; священниксем унӑн юнне левитсен аллинчен илсе сирпӗтсе тухнӑ, левитсем тир сӳсе тӑнӑ;</verse>
				<verse number="12">вара, Моисей кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек, ҫав выльӑхсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн халӑх ывӑлӗсене йӑх тӑрӑх салатса панӑ. Вӑкӑрсене те ҫаплах пайласа панӑ.</verse>
				<verse number="13">Йӗрке хушнӑ пек, Пасха путекне вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ; сӑваплӑ парнесене хурансенче, чӳлмексенче, урӑх йышши савӑт-сапара пӗҫернӗ те васкасах халӑха валеҫсе панӑ,</verse>
				<verse number="14">ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли хатӗрленӗ, мӗншӗн тесессӗн священниксем, Аарон ывӑлӗсем, мӗн тӗттӗм пуличченех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ левитсем хӑйсем валли те, священниксем — Аарон ывӑлӗсем — валли те хатӗрленӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Юрӑҫӑсем, Асаф ывӑлӗсем, — Давид, Асаф, Еман тата патшанӑн витӗркуранӗ Идифун вӗрентнӗ пек — хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ; хапха хуралҫисем те хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ: левитсем, вӗсен тӑванӗсем, вӗсене мӗн кирлине хатӗрленӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен ӗҫ вырӑнӗнчен нимӗншӗн те каймалла пулман.</verse>
				<verse number="16">Иосия патша хушнипе ҫав кун Пасха ирттернӗ чухне, парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана парне кӳмеллине пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтернӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнта пулнӑ Израиль ывӑлӗсем вара Пасхӑпа тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши уявланӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫакӑн пек Пасха Израильре Самуил пророк вӑхӑтӗнче пулнӑранпа та пулман; Израилӗн пӗр патши те Иосия, священниксем, левитсем, ҫавӑнта пулнӑ Иудейӑпа Израиль халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем ирттернӗ пек Пасха ирттерсе курман.</verse>
				<verse number="19">Ҫак Пасхӑна Иосия вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ирттернӗ.</verse>
				<verse number="20">Иосия Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсене пӗтӗмпех туса ҫитернӗ хыҫҫӑн [Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия патша вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, ҫӑлтӑрҫӑсене те, Иерусалимпа Иудейӑри чӳк вырӑнӗсене те, йӗрӗхсене те, Астарта юписене те ҫунтарса янӑ; унччен нихӑҫан та Иосия пек пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑнакан пулман; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман. Анчах та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн хаяр ҫиллине, Манассиян ирсӗр ӗҫӗсене пула Иуда ҫине ӳкнӗ хаярлӑхне, сирсе яман. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиль килне Хам умӑмран сирнӗ пек, Иудӑна та Хам умӑмран сирӗп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та, сирсе пӑрахӑп, тенӗ.] Нехао, Египет патши, Евфрат хӗрринчи Кархемис патне вӑрҫӑпа кайнӑ, Иосия ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ.</verse>
				<verse number="21">Нехао ун патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Иудея патши, сана та, мана та мӗн халь? Эпӗ халь сана хирӗҫ мар, лере, хамӑн вӑрҫӑ пынӑ ҫӗре, каятӑп. Турӑ мана васкама хушрӗ; Турӑ — манпа пӗрле, хӑвна ан пӗтертӗр тесессӗн, Ӑна ан хирӗҫле, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Анчах та Иосия унран хӑпман, унпа ҫапӑҫма хатӗрленнӗ, Нехао Турӑ ячӗпе каланӑ сӑмаха итлемен, вара Мегиддо тӳремлӗхне ҫапӑҫма тухнӑ.</verse>
				<verse number="23">Тӗкӗрҫӗсем Иосийӑна ҫӗмренпе лектернӗ, патша вара тарҫисене: илсе кайӑр мана — эпӗ йывӑр амантӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Тарҫисем ӑна ҫар урапи ҫинчен тепӗр урапи ҫине илсе лартнӑ та Иерусалима турттарса кайнӑ. Патша вилнӗ, ӑна ашшӗсенӗн тупӑклӑхне пытарнӑ. Ӗнтӗ пӗтӗм Иудея, пӗтӗм Иерусалим Иосийӑшӑн хурланса макӑрнӑ.</verse>
				<verse number="25">Иеремия та Иосийӑна хӳхлев юрри хайласа асӑннӑ; юрӑҫӑ арҫынсем те, юрӑҫӑ хӗрарӑмсем те хӑйсен хӳхлев юррийӗсенче Иосийӑна асӑннӑ, ҫав юрӑсем паян кунчченех сыхланса юлнӑ, вӗсене Израиле ӳлӗм усӑ курма парса хӑварнӑ; вӗсене хӳхлев юррисен кӗнекине кӗртсе хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="26">Иосийӑн тӗрлӗ ӗҫӗсене, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек тунӑ ырӑ ӗҫӗсене,</verse>
				<verse number="27">унӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене, Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Вара ҫӗршыв халӑхӗ Иоахаза, Иосия ывӑлне, [ҫу сӗрнӗ те] ӑна Иерусалимра хӑйӗн ашшӗ вырӑнне патшана лартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Патшана ларнӑ чухне Иоахаз ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патшара ларнӑ. [Ун амӑшӗн ячӗ — Амитал, вӑл Ловна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ. Иоахаз кирек епле ӗҫе те, хӑйсен ашшӗсем пек, Турра юрӑхсӑр туса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинчи Девлафра тыткӑна илнӗ.]</verse>
				<verse number="3">Египет патши ӑна Иерусалимра патшаран сирпӗтнӗ, [патша ӑна Египета илсе кайнӑ,] Иудея ҫине хырҫӑ — ҫӗр талант кӗмӗл тата пӗр талант ылтӑн — хунӑ.</verse>
				<verse number="4">Египет патши ӗнтӗ Иудейӑпа Иерусалим патши пулма Иоахаз пӗртӑванне, Елиакима, лартнӑ, унӑн ятне Иоаким тесе улӑштарнӑ; Иоахаза, Иоаким пӗртӑванне, Нехао хӑйпе пӗрле Египета илсе кайнӑ, [вӑл унтах вилнӗ. Фараона ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ: фараон хушнипе ҫӗршыв кӗмӗл пама тытӑнсан, Нехао фараона хырҫӑ тӳлемешкӗн пуҫлӑхсем ҫӗр халӑхӗнчен ылтӑнпа кӗмӗл ыйтса тӑнӑ].</verse>
				<verse number="5">Патшана ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ; Иерусалимра вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ [ун амӑшӗн ячӗ — Зехора, вӑл Рама хулинчи Нирия хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ӗнтӗ, ашшӗсем пекех, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ. Ун вӑхӑтӗнче Вавилон патши Навуходоносор унӑн ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑпа килнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ та кайран унран хӑпнӑ. Ҫӳлхуҫа — Хӑйӗн чурисем-пророкӗсем урлӑ каланӑ пек — Иудӑна тӗп тума ун ҫине халдейсене, Сири хурахӗсене, Моав хурахӗсене тата Аммонпа Самари ывӑлӗсене янӑ. Иуда ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулнӑ, Манассия тунӑ пӗтӗм ҫылӑхшӑн, Иоаким юхтарнӑ айӑпсӑр юншӑн, Иерусалима айӑпсӑр юн тултарнӑшӑн Вӑл Иудӑна Хӑй умӗнчен сиресшӗн пулнӑ. Апла пулин те Ҫӳлхуҫа вӗсене тӗппипех пӗтерме шутламан].</verse>
				<verse number="6">Ӑна хирӗҫ Вавилон патши Навуходоносор вӑрҫӑпа тухнӑ, вара ӑна Вавилона илсе каймашкӑн тӑлӑпа тӑлланӑ.</verse>
				<verse number="7">Навуходоносор Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хӑш-пӗр савӑта Вавилона илсе кайнӑ та Вавилонра хӑйсен туррин ҫуртне кӗртсе лартнӑ.</verse>
				<verse number="8">Иоакимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл тунӑ ирсӗр ӗҫсене, вӑл мӗн-мӗн тӗлӗшпе айӑпа кӗнисене Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. [Иоаким ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйсен ашшӗсемпе юнашар Ганозанра пытарнӑ.] Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иехония, ларнӑ.</verse>
				<verse number="9">Патшана ларнӑ чухне Иехония вунсаккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх та вунӑ кун патшара ларнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑл юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫулталӑк иртсессӗн Навуходоносор патша ҫынсем янӑ та Иехонияна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ савӑт-сапапа пӗрле Вавилона илсе пыма хушнӑ; Иудея тата Иерусалим патши пулма Седекияна, унӑн пӗртӑванне, лартнӑ.</verse>
				<verse number="11">Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ,</verse>
				<verse number="12">вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, малашне мӗн пуласси ҫинчен Турӑ сӑмахне пӗлтерсе калакан Иеремия пророк умӗнче те йӑвашланман,</verse>
				<verse number="13">вӑл хӑйне Турӑ ячӗпе тупа тутарнӑ Навуходоносор патшаран хӑпнӑ, чурӑсланнӑ, чӗрине хаярлатса ярса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнайман.</verse>
				<verse number="14">Суя тӗнлӗ ҫынсен нӗрсӗр йӑли-йӗркипе пурӑнса, священниксен пуҫлӑхӗсем те, халӑх пуҫлӑхӗсем те ҫылӑха нумай кӗнӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Ҫӳлхуҫа Иерусалимра тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ирсӗрлетнӗ.</verse>
				<verse number="15">Ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсем патне Хӑйӗн хыпарҫисене ярсах тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне тата Хӑйӗн Ҫуртне хӗрхеннӗ.</verse>
				<verse number="16">Анчах та вӗсем Турӑ хыпарҫисенчен кулнӑ, Унӑн сӑмахӗсене нимӗн вырӑнне те хуман, Унӑн пророкӗсене мӑшкӑлланӑ-хӑртнӑ, Ҫӳлхуҫа ҫилли Хӑйӗн халӑхӗ ҫине ӳкичченех ҫапла пулнӑ, ӗнтӗ халӑхӑн ҫӑлӑнӑҫ юлман.</verse>
				<verse number="17">Вара Вӑл вӗсем ҫине Халдея патшине янӑ, лешӗ вӗсенӗн яш ачисене хӑйсен сӑваплӑ Ҫуртӗнчех хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, [Седекияна та,] яш ачана та, хӗре те, ваттине те, кӑвак ҫӳҫлине те хӗрхенмен: Турӑ пурне те Халдея патшин аллине панӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур хатӗр-хӗтӗре, пысӑккине те, пӗчӗккине те, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ пурлӑха тата патшапа ун улпучӗсен хаклӑ пурлӑхне пӗтӗмпех Вавилона илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="19">Турӑ Ҫуртне ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмине аркатнӑ, унти пӗтӗм кермене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, унти мӗнпур хаклӑ япалана тӗп тунӑ.</verse>
				<verse number="20">Хӗҫ тӗлне лекменнисене Халдея патши Вавилона куҫарса кайнӑ, вара вӗсем Перси патши патшана лариччен, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличчен Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ. Хӑйӗн шӑмат ҫулӗсене уявлама пӑрахнӑ ҫӗр вара ҫав юхӑнӑҫ кунӗсенче ҫитмӗл ҫул канса выртнӑ.</verse>
				<verse number="21"></verse>
				<verse number="22">Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара, ҫыруллӑ хушу кӑларса, пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ:</verse>
				<verse number="23">Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ. Сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри вӗсемпе пӗрле пултӑр! — ҫавсем Иудейӑри Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррӑн Ҫуртне — туччӑр. Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн, Авраамӑн, Исаакӑн, Иаковӑн тата вӗсен ырӑ вӑрлӑхӗн Туррийӗ! [а] Эсӗ тӳпепе ҫӗре тӗлӗнмелле илемлӗ пултарнӑ, тинӗсе Хӑвӑн сӑмахупа ҫыхса лартнӑ, тӗпсӗр авӑра Хӑвӑн хӑрушӑ та чаплӑ, пурне те хӑратса тӑракан ятупа хупса, пичетлесе лартнӑ [б], Санӑн вӑюнтан чӗтресе тӑраҫҫӗ [в]: Санӑн чаплӑ мухтавлӑху умӗнче никам та тытӑнса тӑраймасть, Эсӗ ҫылӑхлисене хаяррӑн юнанине никам та чӑтаймасть [г]. Анчах ырӑлӑху та вӗҫӗмсӗр Санӑн, ӑна пӗлсе те ҫитейместӗн: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ ырӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, этем усаллӑхӗшӗн пӑшӑрханатӑн [д]. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑв нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран Эсӗ ӳкӗнекенсене йышӑнма, Хӑв умӑнта ҫылӑха кӗнисене каҫарма пулнӑ; ҫылӑхлӑ ҫынсем ӳкӗнсессӗн, вӗсене ҫӑлса хӑвармашкӑн Эсӗ, питех те ырӑ пулнӑран, вӗсене ӳкӗнӗҫлӗ тунӑ [е]. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, сӑваплисенӗн Турри, сӑваплисенчен — Авраамран, Исаакран, Иаковран, Хӑвӑн умӑнта ҫылӑха кӗменнисенчен — ӳкӗнӗҫ ыйтман Эсӗ, манран, ҫылӑхлӑ ҫынран, ӳкӗнӗҫ ыйтатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫылӑхӑмсем тинӗс хӑйӑрӗнчен те нумайрах [ж]. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, йӗркесӗр ӗҫӗм имсӗр-сумсӑр, йӗркесӗр ӗҫӗм имсӗр-сумсӑр, темӗн чухлӗ тӗрӗсмарлӑхӑма пула ҫӳл тӳпе ҫине пӑхма та тивӗҫлӗ мар эпӗ [з]. Ӗнтӗ мана тимӗр сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ — авӑнсах антӑм, пуҫӑма та ҫӗклейместӗп, сывлӑш та ҫавӑраймастӑп, мӗншӗн тесессӗн Сана ҫиллентертӗм [и], Сан умӑнта усал турӑм: Сан ирӗкне вырӑна хумарӑм, Эсӗ хушнине уямарӑм, йӗрӗх лартса тултартӑм, ҫапла халӑха илӗртсе улталарӑм [к]. Халӗ ӗнтӗ Сана хама хӗрхенме тархасласа чӗремӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине чӗркуҫленетӗп. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, ҫылӑха кӗтӗм, хамӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене пӗлетӗп; ӗнтӗ Сана тархасласа ыйтатӑп: каҫарсамччӗ мана, эй Ҫӳлхуҫамӑм, каҫарсамччӗ мана, мана йӗркесӗр ӗҫӗмсемпех ан пӗтерсемччӗ, мана тамӑка ямалла ан айӑпласамччӗ [л]. Эсӗ — Турӑ, Эсӗ — ӳкӗнекенсенӗн Турри, Мана, юрӑхсӑр ҫынна, виҫесӗр хӗрхенӳллӗ кӑмӑлупа ҫӑлса, Хӑвӑн пӗтӗм ырӑлӑхна ман ҫинче кӑтартсамччӗ, Сана пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе мухтавлӑп, Сана тӳпери пӗтӗм вӑйсем мухтаҫҫӗ, Санӑн мухтавлӑху — ӗмӗр-ӗмӗре. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="15">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне тӳрре кӑларса, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ:</verse>
				<verse number="2">Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.</verse>
				<verse number="3">Сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Турри вӗсемпе пӗрле пултӑр! — ҫавсем Иудейӑри Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррӑн Ҫуртне — туччӑр.</verse>
				<verse number="4">Кам ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, вырӑнти ҫынсем вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл тата ытти пурлӑх, выльӑх-чӗрлӗх паччӑр, Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан пурлӑх парса пулӑшчӑр, тет.</verse>
				<verse number="5">Турӑ ҫынсен чун хавалне Иерусалима таврӑнма, унти Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнӗрен юсаса лартма хускатса янӑ та, вара ҫав ҫынсем — Иудӑпа Вениамин ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, священниксемпе левитсем, ӗнтӗ камӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ, ҫавсем пурте — кар ҫӗкленнӗ.</verse>
				<verse number="6">Турӑ Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисемсӗр пуҫне вӗсем тата кӗмӗл савӑтсем, ылтӑн, тӗрлӗ пурлӑх, выльӑх-чӗрлӗх тата хаклӑ япаласем панӑ.</verse>
				<verse number="7">Вара Кир патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалимран пуҫтарса кайса хӑй туррин ҫуртне хунӑ савӑтсене — илсе килме хушнӑ,</verse>
				<verse number="8">илсе килсессӗн Кир, Перси патши, вӗсене мул управҫин Мифредатӑн аллине панӑ, лешӗ вара, пӗтӗмпе шута илсе, иудейсен пуҫлӑхне Шешбацара панӑ.</verse>
				<verse number="9">Акӑ мӗн чухлӗ савӑт пулнӑ: ылтӑн тирӗк — вӑтӑр, кӗмӗл тирӗк — пин, ҫӗҫӗ — ҫирӗм тӑххӑр,</verse>
				<verse number="10">ылтӑн курка — вӑтӑр, кӗмӗл курка — тӑватҫӗр вуннӑ, ытти савӑт-сапа — пин:</verse>
				<verse number="11">ылтӑн тата кӗмӗл савӑтсем мӗнпурӗ пилӗк пин те тӑватҫӗр пулнӑ. Тыткӑнри ҫынсем Вавилонран Иерусалима таврӑннӑ чухне Шешбацар ҫакна пӗтӗмпе хӑйпе пӗрле илнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Вавилон патши Навуходоносор тыткӑна Вавилона куҫарса кайнӑ ҫынсенчен Иерусалима тата Иудейӑна, кашнийӗ хӑйӗн хулине, таврӑннӑ ҫӗршывӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, —</verse>
				<verse number="2">вӗсене ӗнтӗ Зоровавель, Иисус, Неемия, Сараий, Реелай, Мардохей, Билшан, Мисфар, Бигвай, Рехум, Ваана ертсе килнӗ. Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ:</verse>
				<verse number="3">Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="4">Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="5">Арах ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫын;</verse>
				<verse number="6">Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуникӗ ҫын;</verse>
				<verse number="7">Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын;</verse>
				<verse number="8">Заттуй ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын;</verse>
				<verse number="9">Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл ҫын;</verse>
				<verse number="10">Ваний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="11">Бебай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;</verse>
				<verse number="12">Азгад ывӑлӗсем — пин те икҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="13">Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ултӑ ҫын;</verse>
				<verse number="14">Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те аллӑ ултӑ ҫын;</verse>
				<verse number="15">Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын;</verse>
				<verse number="16">Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун сакӑр ҫын;</verse>
				<verse number="17">Бецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;</verse>
				<verse number="18">Иора ывӑлӗсем — ҫӗр вуникӗ ҫын;</verse>
				<verse number="19">Хашум ывӑлӗсем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;</verse>
				<verse number="20">Гиббар ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пилӗк ҫын;</verse>
				<verse number="21">Вифлеем ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;</verse>
				<verse number="22">Нетофа ҫыннисем — аллӑ ултӑ ҫын;</verse>
				<verse number="23">Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын;</verse>
				<verse number="24">Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="25">Кириаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫӗ ҫын;</verse>
				<verse number="26">Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗр ҫын;</verse>
				<verse number="27">Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="28">Вефиль тата Гай ҫыннисем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;</verse>
				<verse number="29">Нево ҫыннисем — аллӑ икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="30">Магбиш ҫыннисем — ҫӗр аллӑ ултӑ ҫын;</verse>
				<verse number="31">тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын;</verse>
				<verse number="32">Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм ҫын;</verse>
				<verse number="33">Лидда, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пилӗк ҫын;</verse>
				<verse number="34">Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын;</verse>
				<verse number="35">Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын.</verse>
				<verse number="36">Священниксем: Иисус килӗнчен тухнӑ Иедаия ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын;</verse>
				<verse number="37">Иммер ывӑлӗсем — пин те аллӑ икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="38">Пашхур ывӑлӗсем — пин те икҫӗр хӗрӗх ҫичӗ ҫын;</verse>
				<verse number="39">Харим ывӑлӗсем пин те вунҫичӗ ҫын.</verse>
				<verse number="40">Левитсем: Годавия ывӑлӗсенчен тухнӑ Иисуспа Кадмиил ывӑлӗсем — ҫитмӗл тӑватӑ ҫын;</verse>
				<verse number="41">юрӑҫсем: Асаф ывӑлӗсем — ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын;</verse>
				<verse number="42">хапха хуралҫисен ывӑлӗсем: Шаллум ывӑлӗсем, Атер ывӑлӗсем, Талмон ывӑлӗсем, Аккув ывӑлӗсем, Хатита ывӑлӗсем, Шовай ывӑлӗсем — пурӗ ҫӗр вӑтӑр тӑхӑр ҫын.</verse>
				<verse number="43">Левитсене пулӑшакансем: Циха ывӑлӗсем, Хасуфа ывӑлӗсем, Таббаоф ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="44">Керос ывӑлӗсем, Сиага ывӑлӗсем, Фадон ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="45">Лебана ывӑлӗсем, Хагаба ывӑлӗсем, Аккув ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="46">Хагав ывӑлӗсем, Шамлай ывӑлӗсем, Ханан ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="47">Гиддел ывӑлӗсем, Гахар ывӑлӗсем, Реаия ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="48">Рецин ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем, Газзам ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="49">Узза ывӑлӗсем, Пасеах ывӑлӗсем, Бесай ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="50">Асна ывӑлӗсем, Меуним ывӑлӗсем, Нефисим ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="51">Бакбук ывӑлӗсем, Хакуфа ывӑлӗсем, Хархур ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="52">Бацлуф ывӑлӗсем, Мехида ывӑлӗсем, Харша ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="53">Баркос ывӑлӗсем, Сисра ывӑлӗсем, Фамах ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="54">Нециах ывӑлӗсем, Хатифа ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="55">Соломон чурисен ывӑлӗсем: Сотай ывӑлӗсем, Гассофереф ывӑлӗсем, Феруда ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="56">Иаала ывӑлӗсем, Даркон ывӑлӗсем, Гиддел ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="57">Сефатия ывӑлӗсем, Хаттил ывӑлӗсем, Похереф-Гаццебайим ывӑлӗсем, Амий ывӑлӗсем —</verse>
				<verse number="58">левитсене пулӑшакансемпе Соломон чурисен ывӑлӗсем пурӗ — виҫҫӗр тӑхӑрвун икӗ ҫын.</verse>
				<verse number="59">Акӑ Тел-Мелах, Тел-Харша, Херуб-Аддан-Иммер ҫӗрӗсенчен килнисем, анчах хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ Израильрен пулнипе пулманнине кӑтартса парайманнисем:</verse>
				<verse number="60">Делаия ывӑлӗсем, Товия ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ икӗ ҫын.</verse>
				<verse number="61">Тата священниксен ывӑлӗсенчен: Хебая ывӑлӗсем, Гаккоц ывӑлӗсем, Верзеллий ывӑлӗсем; ҫав Верзеллий ӗнтӗ Галаадра пурӑнакан Верзеллий хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ те, вара ӑна хӑйне те Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="62">Вӗсем хӑйсен йӑх-кӑк тымарӗн ҫырӑвне шыранӑ та, анчах тупайман, ҫавӑнпа вӗсене священниксен йышӗнчен кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="63">Вара халӑх пуҫлӑхӗ вӗсене уримпа туммим тытнӑ священник килмесӗр аслӑ та сӑваплӑ парнене ҫиме каламан.</verse>
				<verse number="64">Ҫапла вара пӗтӗм халӑх йышӗ хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑл ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="65">кунсӑр пуҫне вӗсен чурисемпе хӑрхӑмӗсем — ҫичӗ пин те виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫын; тата арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем — икҫӗр ҫын.</verse>
				<verse number="66">Вӗсен ҫичҫӗр вӑтӑр ултӑ ут, икҫӗр хӗрӗх пилӗк ашакла лаша,</verse>
				<verse number="67">тӑватҫӗр вӑтӑр пилӗк тӗвепе ултӑ пин те ҫичҫӗр ҫирӗм пуҫ ашак пулнӑ.</verse>
				<verse number="68">Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ патне ҫитсессӗн, хӑш-хӑш ӑру пуҫлӑхӗсем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнче ҫӗнӗрен туса лартма парнесем панӑ.</verse>
				<verse number="69">Вӗсем ӗнтӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшне вӗсем утмӑл пӗр пин драхма ылтӑн, пилӗк пин мина кӗмӗл тата священниксем валли ҫӗр тум хывнӑ.</verse>
				<verse number="70">Вара священниксем, левитсем, халӑхпа юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, левитсене пулӑшакансем — хӑйсен хулисене, ытти израильсем хӑйсен хулисене пурӑнма вырӑнаҫнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хулисенче пурӑннӑ вӑхӑтра, халӑх, пӗр ҫын пек, Иерусалима пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Вара Иоседек ывӑлӗ Иисуспа унӑн священник тӑванӗсем тата Салафиил ывӑлӗ Зоровавельпе унӑн тӑванӗсем тӑнӑ та, Турӑ ҫынни Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳме Израиль Турри валли парне вырӑнӗ туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем ют халӑхсенчен хӑраса тӑнӑ пулин те, парне вырӑнне ун малтанхи никӗсӗ ҫинех лартнӑ; вара ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана ирсерен те, каҫсерен те парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем ӗнтӗ хӳшӗ уявӗ уявланӑ, ӑна саккун йӗркипе тунӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене хӑш кунӗнче мӗн чухлӗ кӳмелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ кӳнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене кунсеренех кӳме пуҫланӑ, ҫав парнене тата ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана халалланӑ мӗнпур уявра та парса тӑма пуҫланӑ, тимлӗ пулса, ҫынсем тата ырӑ кӑмӑлтан Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫана ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнчен пуҫласа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑма пуҫланӑ. Ун чухне Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне те хывман пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="7">Чул касакансемпе йывӑҫ каскалакан ӑстасене кӗмӗл панӑ, Сидонпа Тир ҫыннисене вара — вӗсем Перси патши Кир ирӗк панипе Ливанран тинӗс урлӑ Яффӑна кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑччӑр тесе — ӗҫме-ҫиме, ҫу парса тӑма тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Акӑ ӗнтӗ Иерусалима Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем — священниксемпе левитсем, — тата тыткӑнран Иерусалима таврӑннӑ пӗтӗм халӑх ӗҫе пикеннӗ: левитсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара Иисус, унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсем, Кадмиилпа унӑн ывӑлӗсем, Иуда тӑхӑмӗсем, ҫавӑн пекех Хенадад ывӑлӗсем, вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем левитсем, пурте пӗр ҫын пек пулса, Турӑ Ҫуртне тӑвакансен ӗҫне ертсе пынӑ.</verse>
				<verse number="10">Ӗҫлекенсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывсассӑн, Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтама унта священниксен тумне тӑхӑннӑ, аллине трупа тытнӑ священниксене тата кимвал тытнӑ Асаф ывӑлӗсене тӑратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вара вӗсем, пӗр-пӗринпе ылмашӑнса: «мухтавлӑр», «Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр», «Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе» тесе юрлама пуҫланӑ. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑшӑн савӑнса, пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫана мухтавласа хыттӑн, янӑравлӑн кӑшкӑрса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав вӑхӑтрах священниксемпе левитсем, ӑру пуҫлӑхӗсемпе ватӑ ҫынсем нумайӑшӗ, унчченхи Ҫурта курнӑскерсем, ҫакӑ Ҫурт никӗсне хывнине пӑхса тӑнӑ чухне ӳлесех йӗнӗ, ытларахӑшӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе кӑшкӑрса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Халӑх ӗнтӗ хӑй савӑнса кӑшкӑрнипе йӗнине пӗр-пӗринчен уйӑрса та илеймен, мӗншӗн тесессӗн халӑх хытӑ шавланӑ, унӑн сасси питӗ аякра илтӗнсе тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Иудӑпа Вениамин тӑшманӗсем ӗнтӗ тыткӑнран таврӑннисем Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, Ҫуртне тума пуҫлани ҫинчен илтнӗ;</verse>
				<verse number="2">вара вӗсем Зоровавельпе ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ вӗсене: эпир те сирӗнпе пӗрле ӗҫлӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир те сирӗн Туррӑра пуҫҫапатпӑр, эпир Ӑна хамӑра Сири патши Асардан ҫакӑнта куҫарса килнӗренпех парне кӳрсе тӑратпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Зоровавельпе Иисус, Израиль ӑрӑвӗсен ытти пуҫлӑхӗсем каланӑ вӗсене: сирӗн пирӗнпе пӗрле пирӗн Туррӑмӑрӑн Ҫуртне лартасси пулас ҫук; хамӑра Перси патши Кир хушнӑ пек, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, Ҫуртне эпир хамӑрах тӑватпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫав ҫӗр халӑхӗ вара Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ;</verse>
				<verse number="5">ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.</verse>
				<verse number="6">Патшара Ахашверош ларнӑ чухне, вӑл тин кӑна патшана ларсассӑн, вӗсем Иудейӑпа Иерусалимра пурӑнакансене айӑпласа ҫырса янӑ.</verse>
				<verse number="7">Артаксеркс вӑхӑтӗнче Бишлам, Мифредат, Табеел тата вӗсен юлташӗсем Перси патши Артаксеркс патне ҫыру ҫырнӑ. Ҫырӑвне Сири саспаллийӗсемпе, сирилле ҫырнӑ пулнӑ, ӑна куҫарса панӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑн чухне Рехум канашҫӑпа Шимшай ҫыруҫӑ Артаксеркс патша патне Иерусалима хирӗҫле ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ:</verse>
				<verse number="9">«Рехум канашҫӑ, Шимшай ҫыруҫӑ тата вӗсен юлташӗсем — динейсем, афарсафхейсем, тарпелейсем, апарссем, арехьянсем, вавилонсем, сусансем, дагсем, еламсем</verse>
				<verse number="10">тата ытти халӑхсем — аслӑ та мухтавлӑ Аснафар [Сеннахирим] куҫарса килсе Самари хулисемпе юханшыв леш енчи хуласене вырӑнаҫтарнӑ тӗрлӗ халӑхсем» тата ытти те.</verse>
				<verse number="11">Ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Артаксеркс патшана — санӑн чурусем, юханшыв леш енче пурӑнакансем» тата ытти те.</verse>
				<verse number="12">«Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="13">Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр:</verse>
				<verse number="15">аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».</verse>
				<verse number="17">Вара патша Рехум канашҫӑпа Шимшай ҫыруҫӑ патне, вӗсен Самарире тата юханшыв леш енчи хуласенче пурӑнакан юлташӗсем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире»… тата ытти те.</verse>
				<verse number="18">«Эсир пирӗн пата янӑ ҫырӑва ман умӑмра ӑнланмалла вуласа пачӗҫ;</verse>
				<verse number="19">хушрӑм та — шыраса тупрӗҫ, пӗлчӗҫ: чӑнах, ку хула мӗн авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑнине, унта пӑлхавсемпе пӑтравсем пула-пула иртнине,</verse>
				<verse number="20">Иерусалимра хӑватлӑ патшасем пулнине, вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗре тытса тӑнине, вӗсене хырҫӑ, куланай тата ытти тӳлев парса тӑнине пӗлтӗмӗр.</verse>
				<verse number="21">Апла ҫав ҫынсене ӗҫлеме чарӑр, эпӗ каламасӑр вӑл хулана ан туччӑр.</verse>
				<verse number="22">Астӑвӑр, пурне те тӗплӗ тӑвӑр, тимлӗ пулӑр; ҫав сиене пула патшалӑхӑн шар курмалла ан пултӑр».</verse>
				<verse number="23">Артаксеркс патшан ҫырӑвне Рехумпа Шимшай ҫыруҫӑ умӗнче тата вӗсен юлташӗсем умӗнче вуласа панӑ хыҫҫӑнах вӗсем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Иерусалима иудейсем патне тухса кайнӑ та вӗсен ӗҫне пысӑк ҫар вӑйӗпех чарса лартнӑ.</verse>
				<verse number="24">Вара Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тӑвас ӗҫ чарӑнса ларнӑ, Перси патши Дарий патшана ларни иккӗмӗш ҫул ҫитичченех ҫак ӗҫ вырӑнтан хускалман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Ӗнтӗ Аггей пророкпа Захария пророк, Адда ывӑлӗ, Иудейӑри тата Иерусалимри иудейсене Израиль Турри ятӗнчен пророкла сӑмах каланӑ.</verse>
				<verse number="2">Вара Салафиил ывӑлӗ Зоровавель тата Иоседек ывӑлӗ Иисус Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума тытӑннӑ, Турӑ пророкӗсем вӗсене хавхалантарса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн чухне вӗсем патне юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхӗ Фафнай тата Шефар-Бознай хӑйсен юлташӗсемпе пӗрле пынӑ та ҫапла каланӑ: ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара эпир вӗсене ҫак Ҫурта тӑвакан ҫынсен ячӗсене каларӑмӑр.</verse>
				<verse number="5">Иудейӑн аслӑ ҫыннисене хӑйсен Турри хӳтӗлесе тӑнӑ, кусем вара вӗсене ӗҫлеме чарман, ку ӗҫ пирки Дарий патне ҫыру янӑ, ӗҫе мӗнле татса парассине кӗтнӗ.</verse>
				<verse number="6">Юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай тата Шефар-Бознай хӑйсен юлташӗсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, Дарий патне янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ пулнӑ —</verse>
				<verse number="7">ӑна хыпар ярса акӑ мӗн ҫырнӑ вӗсем: «Дарий патшана — пур тӗлӗшпе те тӑнӑҫлӑх пултӑр!</verse>
				<verse number="8">Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир Иудея ҫӗрне аслӑ Туррӑн Ҫурчӗ патне кайса килтӗмӗр; Ҫурта шултӑра чултан купалаҫҫӗ, стенисене йывӑҫ та хывса хӑвараҫҫӗ; хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, ӑнса пырать ку ӗҫ вӗсен аллинче.</verse>
				<verse number="9">Эпир вӗсен аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтрӑмӑр: «ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире?» терӗмӗр.</verse>
				<verse number="10">Тата эпир, сана пӗлтерсе ҫырса ярас тесе, вӗсен аслӑ ҫыннисен ячӗсене ыйтса пӗлтӗмӗр.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем пире ҫапла каласа хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗр Туррин чурисем; эпир нумай ҫул ӗлӗкрех туса лартнӑ Ҫурта ҫӗнӗрен тӑватпӑр, ӑна Израилӗн аслӑ патши тунӑ, туса лартнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ пирӗн аттемӗрсем Ҫӳлти Турра ҫиллентерсе ҫитернӗ те, Вӑл вӗсене халдей ҫыннин Навуходоносорӑн, Вавилон патшийӗн, аллине ӳкернӗ; патша ҫак Ҫурта ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та халӑха Вавилона куҫарса кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Анчах та Вавилон патши Кир хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫак Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панӑ;</verse>
				<verse number="14">Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса хунӑ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен илсе тухнӑ та Шешбацар ятлӑ ҫынна панӑ, — Шешбацара вӑл ҫӗр пуҫлӑхне лартнӑ пулнӑ, —</verse>
				<verse number="15">вӑл ӑна каланӑ: ҫак савӑтсене ил те Иерусалим Ҫуртне илсе кайса пар; Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара ҫав Шешбацар килнӗ те Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑ; ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ ҫавӑнтанпах пырать, вӑл халӗ те вӗҫленмен-ха» терӗҫ вӗсем.</verse>
				<verse number="17">Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, патшасен мулӗ упранакан ҫуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панипе паманнине шыраса тупчӑр, вара ӑна пире ярса паччӑр» тенӗ ҫырура.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Вара, Дарий патша хушнипе, Вавилонра мул управӑшӗнче кӗнекесем упранакан вырӑна пӑхса тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ӗнтӗ Миди ҫӗрӗнчи Екбатан керменӗнче пӗр тӗркем тупӑннӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Асра тытма:</verse>
				<verse number="3">Кир патша хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ пирки панӑ хушу: Ҫурта парне кӳрекен вырӑнта лартчӑр, ӑна валли ҫирӗп никӗс хывччӑр; унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пултӑр;</verse>
				<verse number="4">шултӑра чулсен речӗ — виҫҫӗ, йывӑҫ хунӑ рет пӗрре пултӑр; тӑккаланма мӗн кирлине патша килӗнчен парса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="5">Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалим Ҫуртне тавӑрса паччӑр, кашни япалине Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнне лартчӑр».</verse>
				<verse number="6">Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр.</verse>
				<verse number="7">Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр.</verse>
				<verse number="8">Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр;</verse>
				<verse number="9">мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр,</verse>
				<verse number="10">вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр.</verse>
				<verse number="11">Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле.</verse>
				<verse number="12">Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»</verse>
				<verse number="13">Вара юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай тата вӗсен юлташӗсем Дарий патша епле хушнӑ, пурне те ҫапла тӗп-тӗрӗс туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иудейӗн аслӑ ҫыннисем ӑнӑҫлӑн ӗҫленӗ, Аггей пророкпа Адда ывӑлӗ Захария вӗсене хавхалантарса тӑнӑ. Ҫапла Израиль Туррин ирӗкӗпе, Перси патшисен Кирӑн, Дарийӗн тата Артаксерксӑн ирӗкӗпе Турӑ Ҫуртне туса лартнӑ, ӗҫе вӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫав Ҫурта адар уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кунӗ тӗлне, Дарий патша улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, туса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара Израиль ывӑлӗсем — священниксемпе левитсем, тыткӑнран таврӑннӑ пӗтӗм халӑх — тем тӗрлӗ савӑнса-хӗпӗртесе Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.</verse>
				<verse number="17">Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне вӗсем ҫӗр вӑкӑр, икҫӗр сурӑх таки, тӑватҫӗр путек кӳнӗ, тата пӗтӗм Израиль ҫылӑхӗшӗн — Израиль йӑхӗсен шутне кура — вуникӗ качака таки парне кӳнӗ.</verse>
				<verse number="18">Унтан, Моисей кӗнекинче ҫырнӑ пек, Иерусалимра Турра ӗҫлесе тӑма священниксемпе левитсене ушкӑн-ушкӑна уйӑрнӑ, вӗсене хӑйсен вырӑнӗсене тӑратса тухнӑ.</verse>
				<verse number="19">Вара тыткӑнран таврӑннисем пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха уявне ирттернӗ,</verse>
				<verse number="20">мӗншӗн тесессӗн священниксем, левитсем тасалнӑ ӗнтӗ — вӗсем пурте, пӗр ҫын пек, таса пулнӑ; вара левитсем тыткӑнран таврӑннисем валли пурин валли те, хӑйсен священник-тӑванӗсем валли тата хӑйсем валли пасха путекӗсем пуснӑ.</verse>
				<verse number="21">Ӗнтӗ тыткӑнран таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем пасха апачӗ ҫинӗ; Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, пуҫҫапмашкӑн ытти халӑхсен тасамарлӑхӗнчен хӑпса Израиль ывӑлӗсем ҫумне хутшӑннисем те пасха апачӗ ҫинӗ.</verse>
				<verse number="22">Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнӑҫлӑн та хӗпӗртевлӗн уявланӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсене савӑнӑҫ кӳнӗ: Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррин, Ҫуртне тунӑ чухне вӑй-хал парса пулӑшса тӑма Ассири патшин чӗрине вӗсем майлӑ ҫавӑрнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ чухне, Вавилонран Ездра таврӑннӑ; Ездра вӑл — Сераия ывӑлӗ, Сераия — Азария ывӑлӗ, Азария — Хелкия ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="2">Хелкия — Шаллум ывӑлӗ, Шаллум — Садок ывӑлӗ, Садок — Ахитув ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="3">Ахитув — Амария ывӑлӗ, Амария — Азария ывӑлӗ, Азария — Мерайоф ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="4">Мерайоф — Захария ывӑлӗ, Захария — Уззий ывӑлӗ, Уззий — Буккий ывӑлӗ,</verse>
				<verse number="5">Буккий — Авишуй ывӑлӗ, Авишуй — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Елеазар ывӑлӗ, Елеазар — аслӑ священникӑн Ааронӑн ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="6">ҫав Ездра Вавилонран таврӑннӑ. Вӑл кӗнекеҫӗ пулнӑ — Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, панӑ Моисей саккунне лайӑх пӗлнӗ. Патша ӑна мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ, мӗншӗн тесессӗн Ездрӑпа пӗрле хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Артаксеркс патша ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль ывӑлӗсен пӗр пайӗ — хӑш-пӗр священниксемпе левитсем, юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, левитсене пулӑшакансем — Ездрӑпа пӗрле Иерусалима тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ездра Иерусалима пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав патша ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="9">Вавилонран вӑл пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тухнӑ пулнӑ, Иерусалима вара пиллӗкӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ҫитнӗ — ӗнтӗ ырӑлӑх паракан Турӑ алли ун ҫинчех пулнӑ,</verse>
				<verse number="10">мӗншӗн тесессӗн Ездра пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫа саккунне тӗпчеме, ӑна вырӑна килтерсе тӑма, Израиль халӑхне саккунпа тӳрӗлӗхе вӗрентме тӑрӑшнӑ.</verse>
				<verse number="11">Артаксеркс патша Ездра священника, Израильре Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсемпе саккунӗсене вӗрентнӗ кӗнекеҫӗне, панӑ ҫырура ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="12">«Артаксеркс, патшасенӗн патши, — Ездра священника, тӳпери Турӑ саккунне тӗплӗ пӗлекене» тата ытти те.</verse>
				<verse number="13">«Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр.</verse>
				<verse number="14">Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух.</verse>
				<verse number="15">Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле;</verse>
				<verse number="16">тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн;</verse>
				<verse number="17">ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр.</verse>
				<verse number="18">Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр.</verse>
				<verse number="19">Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт.</verse>
				<verse number="20">Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр:</verse>
				<verse number="22">ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр.</verse>
				<verse number="24">Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар.</verse>
				<verse number="25">Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр.</verse>
				<verse number="26">Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн аттемӗрсен Турри, мухтавлӑ. Вӑл патша чӗрине Иерусалимри Ҫуртне илем кӳрес шухӑш хыврӗ,</verse>
				<verse number="28">патшапа унӑн канашҫисен, патшанӑн пур хӑватлӑ ҫулпуҫӗсен кӑмӑлне ман еннелле ҫавӑрчӗ! Кӑмӑлӑм ҫӗкленчӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн алли ман ҫинче пулчӗ, вара эпӗ Израиль пуҫлӑхӗсене хампа пӗрле кайма пуҫтартӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Артаксеркс патшара ларнӑ чухне Вавилонран манпа пӗрле тухнӑ ӑрусен пуҫлӑхӗсем тата вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ:</verse>
				<verse number="2">Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Даниил; Давид ывӑлӗсенчен — Хаттуш;</verse>
				<verse number="3">Шехания ывӑлӗсенчен, Парош ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле, йӑх-кӑк ҫырӑвӗ тӑрӑх, ҫӗр аллӑ арҫын;</verse>
				<verse number="4">Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен — Ельегоенай, Зерахия ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр арҫын;</verse>
				<verse number="5">[Зафой] ывӑлӗсенчен — Шехания, Яхазиил ывӑлӗ, унпа пӗрле виҫҫӗр арҫын;</verse>
				<verse number="6">Адин ывӑлӗсенчен — Евед, Ионафан ывӑлӗ, унпа пӗрле аллӑ арҫын;</verse>
				<verse number="7">Елам ывӑлӗсенчен — Иешаия, Афалия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫитмӗл арҫын;</verse>
				<verse number="8">Сафатия ывӑлӗсенчен — Зевадия, Михаил ывӑлӗ, унпа пӗрле сакӑрвунӑ арҫын;</verse>
				<verse number="9">Иоав ывӑлӗсенчен — Овадия, Иехиел ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр вунсакӑр арҫын;</verse>
				<verse number="10">Вааний ывӑлӗсенчен — Шеломиф, Иосифия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл арҫын;</verse>
				<verse number="11">Бевай ывӑлӗсенчен — Захария, Бевай ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр арҫын;</verse>
				<verse number="12">Азгад ывӑлӗсенчен — Иоханан, Гаккатан ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр те вунӑ арҫын;</verse>
				<verse number="13">юлашкинчен Адоникам ывӑлӗсем килнӗ, акӑ вӗсен ячӗсем: Елифелет, Иеиел тата Шемаия, вӗсемпе пӗрле утмӑл арҫын;</verse>
				<verse number="14">Бигвай ывӑлӗсенчен — Уфай тата Заббуд, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл арҫын.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ вӗсене Агавӑна юхса кӗрекен шыв хӗрринче пуҫтартӑм та, эпир унта виҫӗ кун тӑтӑмӑр; халӑхпа священниксене пӑхса ҫаврӑнсассӑн, эпӗ унта Левий ывӑлӗсенчен никама та тупаймарӑм.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ вара Елиезер, Ариэл, Шемаия, Елнафан, Иарив, Елнафан, Нафан, Захария, Мешшулам пуҫлӑхсене тата Иояривпа Елнафан ӑсчахсене чӗнтерсе килме хушрӑм.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вӗсене Касифье теекен вырӑнти Иддо пуҫлӑх патне ӗҫпе ятӑм, Иддопа унӑн тӑванӗсене, Касифьери левитсене пулӑшакансене, мӗн каламаллине вӗрентсе, Туррӑмӑрӑн Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма хамӑр пата ҫынсем илсе килме хушрӑм.</verse>
				<verse number="18">Туррӑмӑрӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли пирӗн ҫинче пулнӑран вӗсем пирӗн пата Шеревияна, ӑслӑ ҫынна, Махлий ывӑлне, — Махлий вӑл — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ, — тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене вунсакӑр ҫын,</verse>
				<verse number="19">тата Хашавияна, унпа пӗрле Мерари тӑхӑмне Иешаияна, унӑн тӑванӗсене, вӗсен ывӑлӗсене ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ;</verse>
				<verse number="20">тата левитсене пулӑшакансене, — вӗсен йӑхне хӑй вӑхӑтӗнче Давидпа унӑн аслӑ улпучӗсем левитсене пулӑшса тӑма уйӑрнӑ пулнӑ, — икҫӗр ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; вӗсене пурне те ятран ҫырса тухнӑ.</verse>
				<verse number="21">Туррӑмӑр умӗнче йӑвашланас, хамӑршӑн, хамӑр ачасемшӗн тата хамӑрӑн мӗнпур пурлӑхшӑн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтас тесе, Агава юханшывӗ хӗрринче эпӗ типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм,</verse>
				<verse number="22">мӗншӗн тесессӗн хамӑра ҫул ҫинчи тӑшмансенчен сыхласа пыма патшаран ҫарпа юланутсем ыйтма эпӗ иментӗм: патшапа сӑмахласа, эпир ҫапла каланӑччӗ: Хӑй патне пыракансемшӗн пирӗн Туррӑмӑрӑн алли — ырӑлӑх кӑтартакан алӑ, Хӑйне пӑрахакансене вара пурне те Унӑн хӑвачӗ, Унӑн ҫилли ҫитет! тенӗччӗ.</verse>
				<verse number="23">Эпир вара типӗ тытрӑмӑр, Турра хута кӗме тархасларӑмӑр, Вӑл пире илтрӗ.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ ӗнтӗ священниксен пуҫлӑхӗсенчен вуникӗ ҫын — Шеревияна, Хашавияна тата вӗсемпе пӗрле вӗсен вунӑ тӑванне — уйӑрса илтӗм;</verse>
				<verse number="25">эпӗ вӗсене Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли пухӑннӑ пӗтӗм пулӑшулӑха — патшапа унӑн канашҫисем, унӑн аслӑ улпучӗсем, ҫав ҫӗршыври пур израильсем парнелесе панӑ ылтӑн-кӗмӗле, савӑтсене — виҫе-виҫе патӑм.</verse>
				<verse number="26">Виҫсе тухса, эпӗ вӗсене акӑ мӗн-мӗн патӑм: кӗмӗл — ултҫӗр аллӑ талант, кӗмӗл савӑт — ҫӗр талант чухлӗ, ылтӑн — ҫӗр талант,</verse>
				<verse number="27">пиншер драхма тӑракан ылтӑн курка — ҫирӗм, хакӗпе ылтӑнпа танах ҫутӑ йӗс савӑт — иккӗ.</verse>
				<verse number="28">Вара эпӗ вӗсене каларӑм: сире Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ҫак савӑт-сапана та Ӑна халалланӑ; ку ылтӑнпа кӗмӗле аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парнеленӗ.</verse>
				<verse number="29">Тимлӗ пулӑр, ҫакна Иерусалима илсе ҫитерсе, священниксемпе левитсен пуҫлӑхӗсем умӗнче, Израиль ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем умӗнче виҫепе виҫсе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн управӑшне хуриччен тимлӗ пулӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="30">Священниксемпе левитсем вара — Иерусалима Туррӑмӑрӑн Ҫуртне илсе ҫитермешкӗн — мӗн чухлӗ тайнине виҫнӗ ылтӑнпа кӗмӗле, савӑтсене йышӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="31">Ҫапла эпир Агава юханшывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче Иерусалима кайма тапранса тухрӑмӑр; Туррӑмӑрӑн аллийӗ пирӗн ҫинче пулчӗ, пире тӑшман аллине, сыхласа тӑракансен аллине лекесрен ҫул ҫинче хӑтарса пычӗ.</verse>
				<verse number="32">Ӗнтӗ Иерусалима ҫитрӗмӗр, унта виҫӗ кун тӑтӑмӑр.</verse>
				<verse number="33">Тӑваттӑмӗш кунхине эпир ылтӑнпа кӗмӗле те, савӑтсене те, виҫепе виҫсе, Туррӑмӑр Ҫуртне, Меремоф священника, Урия ывӑлне, тата Финеес ывӑлне Елеазара, тата левитсене — Иисус ывӑлне Иозавада, Виннуй ывӑлне Ноадияна — патӑмӑр,</verse>
				<verse number="34">пӗтӗмпех шутласа, виҫсе тухрӑмӑр, пӗтӗмӗшле виҫине ҫавӑн чухнех ҫырса хутӑмӑр.</verse>
				<verse number="35">Тыткӑнран куҫса килнисем Израиль Туррине пӗтӗм Израильшӗн парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вуникӗ пӑру, тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл ҫичӗ путек тата ҫылӑх парни кӳме вуникӗ качака таки — илсе пычӗҫ: ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳчӗҫ.</verse>
				<verse number="36">Вӗсем патша мӗн хушса ҫырнине патшанӑн вырӑнти пуҫлӑхӗсемпе юханшыв лешьенӗн ҫӗр пуҫлӑхӗсене пачӗҫ. Вара ҫав пуҫлӑхсем халӑха, Турӑ Ҫуртне чыс турӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн ман патӑма халӑх пуҫлӑхӗсем пычӗҫ те каларӗҫ: Израиль халӑхӗ, священниксемпе левитсем ют халӑхсенчен, вӗсен ирсӗрлӗхӗнчен, ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, иевусейсенчен, аммонсенчен, моавсенчен, египетсенчен, амморейсенчен хӑпман,</verse>
				<verse number="2">хӑйсем те, ывӑлӗсем те ҫав халӑхсен хӗрӗсене качча илнӗ, ӗнтӗ таса вӑрлӑх ют халӑх йӑхӗсемпе хутӑшса кайнӑ; ҫакӑ йӗркесӗр ӗҫре паллӑ ҫынсемпе аслӑ ҫынсем вара чи малта пулнӑ, терӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫак сӑмаха илтсессӗн эпӗ ҫири тумтирӗме аялти-ҫиелтипех ҫурса антартӑм, ҫӳҫӗмпе сухалӑма тӑпӑлтартӑм; эпӗ шалт тӗлӗнсе, хуйхӑрса лартӑм.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑн чухне вара ман патӑма унччен куҫса килнисем тунӑ усал ӗҫсемшӗн Израиль Турри сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнисем пухӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.</verse>
				<verse number="5">Каҫхи парне вӑхӑтӗнче эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та ҫурса антарнӑ аялти-ҫиелти тумтирӗм вӗҫҫӗнех чӗркуҫлентӗм, аллӑмсене Ҫӳлхуҫа Туррӑм еннелле ҫӗклесе</verse>
				<verse number="6">ҫапла каларӑм: эй Туррӑмҫӑм! Сан умӑнта эпӗ пуҫӑма ҫӗклеме те намӑсланатӑп, хӑратӑп, эй Туррӑмҫӑм, пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех, пирӗн айӑпӑмӑр тӳпене ҫитиех купаланнӑ.</verse>
				<verse number="7">Аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк айӑпра; йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсемшӗн пире, пирӗн патшасене, пирӗн священниксене ют ҫӗр патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, паянхи пекех, намӑс курса пурӑнмалла тунӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӗске вӑхӑтлӑха ырӑлӑх пачӗ, Вӑл, пирӗн халӑхӑн йӑлкӑмне сыхласа хӑварса, пире Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫинче тӗпленме ирӗк пачӗ, Туррӑмӑр пирӗн куҫсене ҫуталтарчӗ, чуралӑхра йӑл илме пачӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпир — чурасем, анчах Туррӑмӑр пире чуралӑхра та пӑрахмарӗ. Вӑл Перси патшисен кӑмӑлне пирӗн еннелле ҫавӑрчӗ те, лешӗсем пире вӑй илме, Туррӑмӑр Ҫуртне ишӗлчӗкрен ҫӗклесе ҫӗнӗрен туса лартма, Иудейӑпа Иерусалимра хӳттӗн пурӑнма май пачӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Эй Туррӑмӑр, халӗ ӗнтӗ ҫакӑн хыҫҫӑн эпир мӗн калама пултарайӑпӑр? Эпир Санӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр,</verse>
				<verse number="11">Эсӗ вӗсене пире Хӑвӑн чурусем, пророкусем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: «эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр таса ҫӗр мар, вӑл ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе, вӗсен йӗрӗнчӗкӗсемпе вараланнӑ, вӗсем ҫӗре пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ирсӗрлетнӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр; ҫав ҫӗрӗн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ывӑлӑрсем валли еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, вӗсене ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сунӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Хамӑрӑн усал ӗҫсемшӗн, хамӑрӑн пысӑк ҫылӑхшӑн ҫакӑн пек асап тӳснӗ хыҫҫӑн та, — эй Туррӑмӑр, Эсӗ пире йӗркесӗр ӗҫсемшӗн тивӗҫлипе хаса памарӑн, хӗрхентӗн пире, халӑх йӑлкӑмне сыхласа хӑвартӑн, —</verse>
				<verse number="14">ҫакӑн хыҫҫӑн та эпир Эсӗ хунӑ йӗркесене татах пӑсса пурӑнӑпӑр-ши, ҫав йӗрӗнчӗк халӑхсемпе хурӑнташланӑпӑр-ши? Эсӗ пире тӗппипех пӗтермелле ҫилленмӗн-ши, ӗнтӗ йӑлкӑм та сыхланса юлмӗ-ши?</verse>
				<verse number="15">Эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Эсӗ сӑваплӑ! Эпир чӗрӗ юлтӑмӑр, паянхи кунчченех сыхланса юлтӑмӑр; акӑ эпир Сан умӑнта хамӑрӑн ҫылӑхӑмӑрсемпе тӑратпӑр; пирӗн ӗнтӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Сан умна курӑнмалла та мар, терӗм эпӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне израильсем — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ача-пӑча — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ пӗтӗм халӑх йӗнӗ, ӗсӗкленӗ.</verse>
				<verse number="2">Вара Шехания, Елам ывӑлӗсенчен тухнӑ Иехиил ывӑлӗ, Ездрӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Туррӑмӑр умӗнче усал ӗҫ турӑмӑр, ҫавах та Израилӗн шанчӑк сӳнмен-ха;</verse>
				<verse number="3">халӗ эпир Туррӑмӑрпа халал хывӑпӑр: хуҫамӑм канашне тата Туррӑмӑр ӳкӗчӗсене хисеплесе-уяса тӑракансен канашне итлесе, эпир хамӑрӑн арӑмсене тата вӗсем ҫуратнӑ ачасене пурне те каялла яма пулӑпӑр, — саккун хушнӑ пек пултӑр!</verse>
				<verse number="4">Тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — санӑн ӗҫӳ, эпир вара — санпа пӗрле: сывлӑш ҫавӑрса ил те ӗҫе тытӑн! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ездра ӗнтӗ ура ҫине тӑнӑ, вӑл священниксен пуҫлӑхӗсене, левитсене тата пӗтӗм Израиль ҫыннисене ҫапла тумашкӑн пулса тупа тума хушнӑ. Вӗсем ӗнтӗ тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Ездра вара Турӑ Ҫурчӗ патӗнчен Елияшив ывӑлӗн Иохананӑн килне кайнӑ, вӑл ҫавӑнтах ҫӗр каҫнӑ. Ҫӑкӑр та ҫимен вӑл, шыв та ӗҫмен, куҫса килнисенӗн ҫылӑхӗсемшӗн хуйхӑрса йӗнӗ.</verse>
				<verse number="7">Иудейӑра та, Иерусалимра та пӗлтерсе тухнӑ: тыткӑнра пулнисене пурне те Иерусалима пухӑнма чӗннӗ,</verse>
				<verse number="8">кам та кам вара виҫӗ кун хушшинче унта пымасть, пуҫлӑхсемпе аслӑ ҫынсем кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пӗтӗм пурлӑхне тупаламалла, ӑна хӑйне куҫса килнӗ халӑхран уйӑрмалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Иудейӑра пурӑнакансем те, Вениамин ҫӗрӗнче пурӑнакансем те виҫӗ кун хушшинче пурте Иерусалима пухӑннӑ. Ку вӑл тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче пулнӑ. Пӗтӗм халӑх Турӑ Ҫурчӗ умӗнчи уҫӑ вырӑнта ҫак ӗҫе тата ҫумӑра пула чӗтресе ларнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ Ездра священник тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: ют халӑх хӗрӗсене качча илсе эсир усал ӗҫ тунӑ, ҫапла Израилӗн айӑпне тата пысӑклатнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑншӑн аҫӑрсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ӳкӗнсе айӑпӑра йышӑнӑр, Унӑн ирӗкне вырӑна килтерсе, хӑвӑра ют халӑхсенчен, ютран илнӗ арӑмӑрсенчен уйӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Пӗтӗм пуху хыттӑн хуравласа каланӑ: эсӗ каланӑ пек тӑвӑпӑр!</verse>
				<verse number="13">Анчах та халӑх йышлӑ, вӑхӑчӗ те халӗ ҫумӑрлӑ; урамра тӑма май ҫук. Ӗҫӗ те ку пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫре эпир ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр.</verse>
				<verse number="14">Пирӗн пуҫлӑхсем ҫак ӗҫе пӗтӗм халӑх ятӗнчен пӑхса тухчӑр та, вара пирӗн хуласенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта ҫав хуласен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр. Ӗнтӗ ҫак ҫылӑха пула Туррӑмӑрӑн вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Темиҫе ҫын ҫеҫ — Асаил ывӑлӗ Ионафан тата Фиква ывӑлӗ Яхзеия — ҫакна хирӗҫ пулнӑ; тата Мешуллам, Шавфай левит вӗсем майлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Тыткӑнран тухнисем ҫапла тунӑ та. Ҫак ӗҫе тумашкӑн Ездра священник ӑру пуҫӗсене, — кашни ӑруран, ятран, — суйласа илнӗ. Вара вӗсем ҫак ӗҫе тишкерсе пӗлме вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче канашлу ирттернӗ;</verse>
				<verse number="17">ют халӑхсен хӗрӗсене качча илнисенӗн ӗҫӗсене вӗсем пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ тӗлне тишкерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="18">Священниксен ывӑлӗсем хушшинче ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗсемпе ун тӑванӗсенчен: Маасея, Елиезер, Иарив тата Гедалия;</verse>
				<verse number="19">вӗсем хӑйсен арӑмӗсене каялла яма сӑмах панӑ; кашнийӗ хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн пӗр сурӑх таки парне кӳнӗ;</verse>
				<verse number="20">Иммер ывӑлӗсенчен: Хананий тата Зевадия;</verse>
				<verse number="21">Харим ывӑлӗсенчен: Маасея, Елия, Шемаия, Иехиил тата Уззия;</verse>
				<verse number="22">Пашхур ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Маасея, Исмаил, Нафанаил, Иозавад тата Еласа;</verse>
				<verse number="23">левитсенчен: Иозавад, Шимей, Келаия, вӑлах — Клита, Пафахия, Иуда тата Елиезер;</verse>
				<verse number="24">юрӑҫсенчен: Елияшив; хапха хуралҫисенчен: Шаллум, Телем тата Урий;</verse>
				<verse number="25">израильсенчен вара — Парош ывӑлӗсенчен: Рамаия, Иззия, Малхия, Миямин, Елеазар, Малхия тата Венаия;</verse>
				<verse number="26">Елам ывӑлӗсенчен: Матфания, Захария, Иехиел, Авдий, Иремоф тата Елия;</verse>
				<verse number="27">Заффу ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Елияшив, Матфания, Иремоф, Завад тата Азиса;</verse>
				<verse number="28">Бевай ывӑлӗсенчен: Иоханан, Ханания, Забвай тата Афлай;</verse>
				<verse number="29">Ваний ывӑлӗсенчен: Мешуллам, Маллух, Адая, Иашув, Шеал тата Иерамоф;</verse>
				<verse number="30">Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен: Адна, Хелал, Венаия, Маасея, Матфания, Веселиил, Биннуй тата Манассия;</verse>
				<verse number="31">Харим ывӑлӗсенчен: Елиезер, Ишшия, Малхия, Шемаия, Симеон,</verse>
				<verse number="32">Вениамин, Маллух, Шемария;</verse>
				<verse number="33">Хашум ывӑлӗсенчен: Мафнай, Мафафа, Завад, Елифелет, Иеремай, Манассия тата Шимей;</verse>
				<verse number="34">Ваний ывӑлӗсенчен: Маадай, Амрам, Уел,</verse>
				<verse number="35">Бенаия, Бидья, Келуги,</verse>
				<verse number="36">Ванея, Меремоф, Елиашив,</verse>
				<verse number="37">Матфания, Мафнай, Иаасай,</verse>
				<verse number="38">Ваний, Биннуй, Шимей,</verse>
				<verse number="39">Шелемия, Нафан, Адаия,</verse>
				<verse number="40">Махнадбай, Шашай, Шарай,</verse>
				<verse number="41">Азариел, Шелемиягу, Шемария,</verse>
				<verse number="42">Шаллум, Амария тата Иосиф;</verse>
				<verse number="43">Нево ывӑлӗсенчен: Иеиел, Матфифия, Завад, Зевина, Иаддай, Иоель тата Бенаия.</verse>
				<verse number="44">Ҫаксем пурте ют халӑх хӗрӗсене качча илнӗ пулнӑ, хӑш арӑмӗсем ӗнтӗ вӗсене ачасем те ҫуратса панӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="16">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ахалия ывӑлӗ Неемия каласа пани. Артаксеркс патша ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, кислев уйӑхӗнче, эпӗ Сузӑ керемӗнче пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ман патӑма Иудейӑран тӑванӑмсенчен пӗри, Ханани, тата унпа пӗрле темиҫе ҫын ҫитрӗҫ. Эпӗ вӗсенчен тыткӑнран чӗрӗ юлнӑ иудейсем ҫинчен, Иерусалим ҫинчен каласа пама ыйтрӑм.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем мана каларӗҫ: тыткӑнра пулса чӗрӗ юлнисем унта, хӑйсен ҫӗршывӗнче, хӗн-асап курса, мӗскӗн пурӑнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ; Иерусалим хӳмине аркатса тӑкнӑ, хапхисене вутпа ҫунтарса янӑ, терӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, эпӗ лартӑм та йӗрсе ятӑм, темиҫе кун хуйхӑрса ҫӳрерӗм, типӗ тытрӑм, ҫӳлти Турра кӗлтурӑм,</verse>
				<verse number="5">ӗнтӗ ҫапла каларӑм: эй тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ! Эсӗ Хӑвна юратакансене, Хӑвӑн ӳкӗтӳсене уяса пурӑнакансене ырӑлӑх кӳрсе халала тытса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="6">Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлле илтмешкӗн Санӑн хӑлху тимлӗ пулинччӗ, куҫу уҫӑ пулинччӗ: эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн Санӑн умӑнта Израиль ывӑлӗсемшӗн, Хӑвӑн чурусемшӗн кӗлтӑватӑп, Израиль ывӑлӗсенӗн ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслатӑп — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпӗ те, ман аттем килӗ те ҫылӑха кӗтӗмӗр.</verse>
				<verse number="7">Эпир Сан умӑнта айӑпа кӗтӗмӗр, Эсӗ Хӑвӑн Моисей чуруна панӑ ӳкӗтсене, йӗркесемпе кӑтартусене тытса пыраймарӑмӑр.</verse>
				<verse number="8">Анчах Эсӗ Хӑвӑн Моисей чуруна каланӑ сӑмахна асна илсемччӗ, «эсир айӑпа кӗрес пулсассӑн, Эпӗ сире халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп,</verse>
				<verse number="9">Ман енне ҫаврӑнсассӑн вара, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑрсассӑн, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, хӑвӑра тӳпе хӗрринех хӑваласа ярас пулсассӑн та, сире унтан та пуҫтарса тухӑп та Хамӑн ятӑм валли суйласа илнӗ вырӑна илсе килӗп» тенине асна илсемччӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем — Санӑн чурусем, Санӑн халӑху, Эсӗ ӑна Хӑвӑн аслӑ хӑватупа, Хӑвӑн вӑйлӑ аллупа тӳлесе илнӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана кӗлтӑватӑп! Хӑвӑн чурун кӗллине, Санӑн ятунтан хӑранипе телейлӗ чурусен кӗллине итлеме хӑлхуна тайсамччӗ. Халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чуруна пулӑшма васкасамччӗ, ҫак ҫыннӑн кӑмӑлне ман майлӑ ҫавӑрсамччӗ, терӗм. Эпӗ ун чухне патша патӗнче эрех парса тӑраканӗ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ку Артаксеркс патша ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, нисан уйӑхӗнче, пулса иртрӗ. Эпӗ патшана эрех тултарса патӑм. Патша унччен нихӑҫан та эпӗ хурлӑхлӑ пулнине курманччӗ.</verse>
				<verse number="2">Патша мана каларӗ: мӗншӗн сӑну хурлӑхлӑ санӑн? Ҫук, эсӗ чирлӗ мар, сана темӗскер канӑҫ памасть пулмалла, терӗ. Эпӗ хӑрасах ӳкрӗм те</verse>
				<verse number="3">патшана каларӑм: ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр патша! Хуламӑм, аттемсен тупӑкӗсен килӗ, юхӑнса юлнӑ пулсассӑн, хула хапхисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ пулсассӑн, епле хурлӑхлӑ ан пултӑр-ха сӑнӑм? терӗм.</verse>
				<verse number="4">Патша мана: мӗн кирлӗ сана? терӗ. Эпӗ ҫӳлти Турра кӗлтурӑм та</verse>
				<verse number="5">патшана каларӑм: патшашӑн кӑмӑллӑ пулсассӑн, санӑн умӑнта чуру ырӑлӑх тупрӗ пулсассӑн, мана Иудейӑна — аттемсен тупӑкӗсен хулине — ярсамччӗ, эпӗ ӑна юсаса тирпее кӗртем, терӗм.</verse>
				<verse number="6">Вара патша, — ун ҫумӗнче майра патша ларатчӗ, — каларӗ мана: эсӗ нумайлӑха каясшӑн-и, хӑҫан таврӑнатӑн? терӗ. Ҫапла патша мана яма килӗшрӗ. Эпӗ вӑхӑтне палӑртрӑм.</verse>
				<verse number="7">Каларӑм: патшанӑн кӑмӑлӗ пулсассӑн, вӑл мана юханшыв леш енчи ҫӗрсен пуҫлӑхӗсене кӑтартма ҫырусем ҫырса патӑрччӗ: ҫапла вӗсем мана Иудейӑна пӗр чӑрмавсӑр ҫитсе ӳкме паччӑр, терӗм,</verse>
				<verse number="8">ҫавӑн пекех патша вӑрманӗсене пӑхса тӑракан Асаф валли ҫырнӑ ҫыру та пултӑрччӗ: вӑл мана Турӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчи керем хапхи валли, хула хӳми валли тата хам пурӑнас ҫурт валли йывӑҫ патӑрччӗ, терӗм. Патша мана ҫав ҫырусене ҫырса пачӗ, мӗншӗн тесессӗн ман ҫинче ӗнтӗ Туррӑмӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вара эпӗ юханшыв леш енчи ҫӗрсен пуҫлӑхӗсем патне кайрӑм, вӗсене патша ҫырӑвӗсене патӑм. Патша манпа пӗрле темиҫе ҫарпуҫ тата утлӑ ҫар ҫыннисем янӑччӗ.</verse>
				<verse number="10">Хорон ҫынни Санаваллат тата аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, ҫакна илтсессӗн, Израиль ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫын килнӗшӗн питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла вара эпӗ Иерусалима ҫитрӗм. Унта виҫӗ кун пурӑнсассӑн</verse>
				<verse number="12">хамӑн темиҫе ҫыннӑмпа пӗрле ҫӗрле тӑрса тухрӑм, Туррӑм хушнипе чӗремре Иерусалим валли мӗнле ӗҫ тума шухӑшласа хунине никама та каламарӑм; хам ларса пыракан ашаксӑр пуҫне пирӗн урӑх выльӑх ҫукчӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫапла ҫӗрле, Айлӑм хапхи витӗр тухса, Аҫтаха ҫӑлкуҫӗ еннелле кайрӑм, Тислӗк хапхи патне ҫитрӗм, Иерусалимӑн ишӗлнӗ хӳмине, вутпа ҫунтарса янӑ хапхисене пӑхса ҫаврӑнтӑм.</verse>
				<verse number="14">Ҫӑлкуҫ хапхипе Патша кӳлли патне ҫитрӗм, анчах ку вырӑнтан юлан кайма май пулмарӗ те,</verse>
				<verse number="15">эпӗ лапампа каялла хӑпартӑм, хӳмене пӑхса ҫаврӑнтӑм та каллех, Айлӑм хапхи витӗр иртсе, каялла таврӑнтӑм.</verse>
				<verse number="16">Пуҫлӑхра тӑракансем эпӗ ӑҫта ҫӳренине, мӗн тунине пӗлеймесӗрех юлчӗҫ: иудейсене те, священниксене те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те, пуҫлӑхсене те, ыттисене те — ҫав ӗҫе тӑвасскерсене — эпӗ ҫак таранччен нимӗн те каламанччӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӗнтӗ вӗсене каларӑм: хӑвӑрах куратӑр, мӗн тери синкер-сехмет тӳсетпӗр эпир: Иерусалим пуш-пушӑ, ун хапхисене ҫунтарса янӑ; тытар та Иерусалим хӳмине туса лартар, малашне ҫапла мӑшкӑл курса пурӑнар мар, терӗм.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ вӗсене Туррӑм маншӑн кӑмӑллӑ пулнине тата патша хама мӗн каланине те каласа патӑм. Вӗсем: тытӑнас! терӗҫ, ӗнтӗ аллисене ырӑ ӗҫ тума тӗреклӗлетрӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Хорон ҫынни Санаваллат, аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, Арави ҫынни Гешем пирӗнтен кулчӗҫ, йӗрӗнсе каларӗҫ: мӗн ӗҫ тӑватӑр вара эсир? Патшана хирӗҫ ҫӗкленес теместӑр-и капла? терӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ вӗсене хуравласа каларӑм: Ҫӳлти Турӑ пире пулӑшма васкать, эпир ӗнтӗ, Унӑн чурисем, хуламӑра юсама тытӑнӑпӑр, сирӗн вара Иерусалимра пай та, ирӗк те, тивӗҫ те ҫук, терӗм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Вара аслӑ священник Елияшив тата унӑн священник тӑванӗсем ӗҫе тытӑнчӗҫ те Сурӑх хапхине туса лартрӗҫ: вӗсем ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳчӗҫ, алӑкӗсене лартрӗҫ, Меа пашнинчен пуҫласа Хананел пашни таранах тасалӑх тивлечӗ кӳчӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсен ҫывӑхӗнче Иерихон ҫыннисем хӳме хӳрӗҫ, кусемпе юнашар Имрий ывӑлӗ Закхур ӗҫлерӗ.</verse>
				<verse number="3">Пулӑ хапхине Сенаа ҫыннисем турӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсемпе юнашар хӳмен тепӗр сыпӑкне Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Мешуллам — Мешизабел ывӑлӗн Берехиян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Баана ывӑлӗ Садок юсарӗ;</verse>
				<verse number="5">вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ; анчах вӗсенӗн чаплӑ ҫыннисем хӑйсен Ҫӳлхуҫишӗн пилӗк авмарӗҫ, ӗҫлемерӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Кивӗ хапхана Пасеах ывӑлӗ Иоиада тата Бесодия ывӑлӗ Мешуллам юсарӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Гаваон ҫынни Мелатия тата Мероноф ҫынни Иодан — юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхне пӑхӑнса тӑракан Гаваонпа Мицфа ҫыннисем — юсарӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Харгаия ывӑлӗ Уззиил, ылтӑн-кӗмӗл ӑсти, юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Ханания, ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗш тӑваканскерӗ, юсарӗ. Ҫапла Иерусалима Сарлака хӳме патне ҫитиччен юсаса тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсен ҫумӗнчи хӳме сыпӑкне Хур ывӑлӗ Рефаия, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, юсарӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка, хӑйӗн пӳрчӗпе тӗлме-тӗлех вырӑна, Харумаф ывӑлӗ Иедаия юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Хашавния ывӑлӗ Хаттуш юсарӗ.</verse>
				<verse number="11">Хӳмен тепӗр сыпӑкне Харим ывӑлӗ Малхия тата Пахаф-Моав ывӑлӗ Хашшув юсарӗҫ; Кӑмака пашнине те вӗсемех юсарӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Галлохеш ывӑлӗ, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑракан Шаллум тата унӑн хӗрӗсем юсарӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Айлӑм хапхине Ханун тата Заноах ҫыннисем юсарӗҫ: вӗсем хапха турӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ; вӗсемех хӳмене пин чике тӑршшӗ, Тислӗк хапхи патне ҫитиччен, юсарӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Тислӗк хапхине вара Малхия — Рехав ывӑлӗ, Бефкарем ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӑлкуҫ хапхине Шаллум — Колхозей ывӑлӗ, Мицфа ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, тӑррине витрӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ; патша сачӗпе тӗлме-тӗл вырӑнаҫнӑ Селах пӗви патӗнчи хӳмене те, Давид хулинчен анаталла анакан картлашкасем таран, вӑлах юсарӗ.</verse>
				<verse number="16">Неемия вара — Азбук ывӑлӗ, Бефцур ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ — хӳмен тепӗр сыпӑкне Давид тупӑклӑхӗ патне ҫитиччен, алтса тунӑ пӗвепе Паттӑрсен ҫурчӗ таран юсарӗ.</verse>
				<verse number="17">Ун ҫумӗнчи сыпӑка левитсем тӳрлетрӗҫ; Ваний ывӑлӗ Рехум юсарӗ; унпа юнашар Хашавия, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, хӑй ҫӗрӗшӗн ӗҫлерӗ.</verse>
				<verse number="18">Ун ҫумӗнчи сыпӑка вӗсен тӑванӗсем юсарӗҫ: вӗсене Хенанад ывӑлӗ Баввай, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, ертсе пычӗ.</verse>
				<verse number="19">Хӳмен тепӗр сыпӑкне — кӑрал ҫурчӗ патне улӑхакан тӗлти кӗтесе — Иисус ывӑлӗ Езер, Мицфа пуҫлӑхӗ, юсарӗ.</verse>
				<verse number="20">Ун ҫумӗнчи сыпӑка Забвай ывӑлӗ Варух юсарӗ, вӑл питех те тӑрӑшса ӗҫлерӗ — кӗтесрен пуҫласа аслӑ священник Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патне ҫитиччен юсаса тухрӗ.</verse>
				<verse number="21">Ун ҫумӗнчи сыпӑка, Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патӗнчен пуҫласа ҫурт вӗҫне ҫитиччен, Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ.</verse>
				<verse number="22">Ун ҫумӗнчи сыпӑка ҫав вырӑнта пурӑнакан священниксем юсарӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Малалла Вениаминпа Хашшув хӑйсен ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗҫ; Азария вара — Анания ывӑлӗн Маасеян ывӑлӗ — хӑйӗн ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗ.</verse>
				<verse number="24">Тата малалла, хӳмен тепӗр сыпӑкне, Азария ҫуртӗнчен пуҫласа кӗтеспе ҫул кукрине ҫитиччен, Хенадад ывӑлӗ Биннуй юсарӗ.</verse>
				<verse number="25">Узай ывӑлӗ Фалал кӗтес тӗлӗнче тата тӗрме картишӗ ҫумӗнчи патша ҫурчӗн — Тури ҫуртӑн — ҫӳллӗ пашни тӗлӗнче ӗҫлерӗ. Унран лерелле Парош ывӑлӗ Федаия ӗҫлерӗ.</verse>
				<verse number="26">Левитсене пулӑшакансем вара, Офелра пурӑнаканскерсем, тухӑҫ енчи Шыв хапхи тӗлне ҫитиччен, ҫӳллӗ пашне тӗлне ҫитиччен юсаса тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Тата малалла, хӳмен тепӗр пайне, — пысӑк та ҫӳллӗ пашне патӗнчен пуҫласа Офел хӳмине ҫитиччен — Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Лаша хапхинчен лерелле священниксем кашнийӗ харпӑр хӑй килӗ тӗлӗнче юсарӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӗсенчен леререх Иммер ывӑлӗ Садок хӑй ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка вара Шехания ывӑлӗ Шамаия — тухӑҫ енчи хапха хуралҫи — юсарӗ.</verse>
				<verse number="30">Малалла, хӳмен тепӗр пайне, Шелемия ывӑлӗ Ханания тата Цалафӑн улттӑмӗш ывӑлӗ Ханун юсарӗҫ. Вӗсенчен леререх Берехия ывӑлӗ Мешуллам хӑй пӳлӗмӗ тӗлӗнче юсарӗ.</verse>
				<verse number="31">Ун ҫумӗнчи сыпӑка, левитсене пулӑшакансемпе сутуҫӑсен ҫурчӗ таран, кӗтесри пурӑнмалли ҫурт таран, Хурал хапхипе тӗлме-тӗл, Гацорфий ывӑлӗ Малхия юсарӗ.</verse>
				<verse number="32">Кӗтесри ҫуртпа Сурӑх хапхи хушшине ылтӑн-кӗмӗл ӑстисемпе сутуҫӑсем юсарӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Санаваллат, эпир хӳме туни ҫинчен илтсессӗн, тарӑхса талӑрсах кайнӑ. Иудейсене мӑшкӑлласа,</verse>
				<verse number="2">вӑл хӑйӗн тӑванӗсемпе Самарири ҫар ҫыннисем умӗнче ҫапла каланӑ: мӗн тӑваҫҫӗ-ха ҫак мӗскӗн иудейсем? тӑваҫҫех-ши? парне те кӳрӗҫ-ши? ӗҫне туса пӗтерӗҫ-ши? ишӗлчӗк купинчи чулсенчен, ҫуннӑ-ӗннӗ чулсенчен, ҫӗнӗ чулсем тӑвӗҫ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Унпа юнашар пулнӑ аммон ҫынни Товия тата ҫапла каланӑ: ан тив, туччӑрах; тилӗ сиксе хӑпарӗ те — вӗсен чул хӳми ишӗлсе те анӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Туррӑмӑр, илтсемччӗ пире, пирӗнтен епле йӗрӗнсе кулаҫҫӗ, вӗсен хӑртса каланӑ сӑмахӗсене хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑр; вӗсем тыткӑна, ют ҫӗре лекчӗр, мӑшкӑл курччӑр,</verse>
				<verse number="5">вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ан каҫар, вӗсен ҫылӑхӗ те Сан умӑнта ан ҫухалтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӳме юсакансене кӳрентерчӗҫ!</verse>
				<verse number="6">Эпир пӗрех ӗҫе пӑрахмарӑмӑр, ӗнтӗ пӗтӗм хӳмене ҫурри таран хӑпартнӑччӗ. Халӑхӑн ӗҫлес хастарлӑхӗ ҫителӗклехчӗ.</verse>
				<verse number="7">Санаваллатпа Товия, Арави ҫыннисемпе аммонсем тата Азот ҫыннисем, Иерусалим хӳмисене ҫӗнӗрен туни ҫинчен, юхӑннӑ-ҫӗмӗрнӗ вырӑнсене питӗрни ҫинчен илтсессӗн, питӗ хытӑ тарӑхнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вара Иерусалим ҫине пурте пӗрле вӑрҫӑпа кайма, унти ӗҫе чарса лартма сӑмах татнӑ.</verse>
				<verse number="9">Эпир хамӑр Туррӑмӑра кӗлтурӑмӑр, вӗсенчен сыхланмашкӑн вӗсене хирӗҫ кунӗн-ҫӗрӗн хурал тӑратрӑмӑр.</verse>
				<verse number="10">Анчах иудейсем каларӗҫ: йӑтмарҫӑсен вӑй-халӗ чакрӗ, ванчӑк чул вара ытла та нумай; эпир хӳме тума пултараймастпӑр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Пирӗн тӑшмансем вара ҫапла каларӗҫ: вӗсем эпир хӑйсен хушшине сасартӑк пырса кӗнине, хӑйсене ҫӗмӗрсе тӑкнине пӗлмесӗрех-курмасӑрах юлӗҫ — ҫапла вӗсен ӗҫне чарса лартӑпӑр! терӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсен ҫывӑхӗнче пурӑнакан иудейсем «сирӗн ҫине пур енчен те тапӑнаҫҫӗ» тесе пӗр вунӑ хут та каларӗҫ пире,</verse>
				<verse number="13">ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хула ҫумӗнчи айлӑм вырӑнсене, хӳме леш енне, уҫӑ вырӑнсене халӑха ӑрусем тӑрӑх, хӗҫсемпе, сӑнӑсемпе, ухӑсемпе тӑратса тухрӑм.</verse>
				<verse number="14">Вара пӑхса ҫаврӑнтӑм та, тӑтӑм та аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене тата ытти халӑха ҫапла каларӑм: вӗсенчен ан хӑрӑр; аслӑ та хӑрушӑ Ҫӳлхуҫамӑра асра тытӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемшӗн, хӑвӑр ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсемшӗн, хӑвӑр арӑмӑрсемпе килӗрсемшӗн ҫапӑҫӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="15">Пирӗн тӑшмансем ӗнтӗ хӑйсен шухӑшӗ пирӗншӗн пӗтӗмпе паллӑ пулнине, Турӑ вӗсен тӗллевне путарнине ӑнкарса илнӗ; эпир вара пурсӑмӑр та хӳме патне, кашнийӗ хӑйӗн ӗҫӗ патне таврӑнтӑмӑр.</verse>
				<verse number="16">Ҫав кунран пуҫласа вара ман ҫумри ҫамрӑк ҫынсем ҫур халӑхӗ ӗҫлетчӗ, ҫурри сӑнӑпа, хулканпа, ухӑпа, тимӗр тумтирпе авӑрланнӑччӗ; ҫарпуҫсем яланах хӳме хӑпартакан Иудея ҫыннисемпе юнашар пулчӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Хӳме хӑпартакансемпе йӑтмарҫӑсем ӗнтӗ хӑрах алӑпа ӗҫ турӗҫ, тепӗринпе сӑнӑ тытсах тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Хӳме тӑвакансем кашниех пилӗкӗнчен хӗҫ ҫакса янӑччӗ, ҫапла ӗҫлерӗҫ вӗсем. Манпа юнашарах трупа кӑшкӑртакан тӑратчӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара эпӗ аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене, ытти халӑха каларӑм: ӗҫӗ ку пысӑк та анлӑ, эпир хӳме тӑрӑх саланса пӗтнӗ, пӗр-пӗринчен аякра ӗҫлетпӗр;</verse>
				<verse number="20">ҫавӑнпа та трупа сассине хӑш енчен илтетӗр, ҫав вырӑна пирӗн пата пуҫтарӑнӑр; Туррӑмӑр пирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="21">Ҫапла ӗҫлерӗмӗр эпир; ҫур халӑх мӗн шуҫӑмран пуҫласа ҫӑлтӑрсем курӑничченех сӑнӑпа тӑчӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн чухне эпӗ халӑха тата ҫапла каларӑм: кашниех хӑйӗн чури-тарҫипе пӗрле Иерусалимрах ҫӗр выртса тӑтӑр, — вӗсем ҫӗрле хуралта, кӑнтӑрла ӗҫре пулӗҫ, терӗм.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ те, манӑн тӑванӑмсем те, тарҫӑмсем те, манпа пӗрле ҫӳрекен хуралҫӑсем те ҫывӑрнӑ чухне те ҫири тумтире хывман, сылтӑм аллинчен хӗҫне яман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Халӑх хушшинче пысӑк ӳпкелешӳ пуҫланчӗ, хӗрарӑмсем те хӑйсен иудей тӑванӗсене ӳпкелесе калаҫрӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Ҫапла калакансем пулчӗҫ: эпир йышлӑн, ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсем нумай; пирӗн тырӑ тупасчӗ, ҫӑкӑр ҫиесчӗ, чӗрӗ юласчӗ, терӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫапла калакансем те пулчӗҫ: выҫӑпа аптӑраса, тырӑ тупмашкӑн эпир хамӑр уйсене, иҫӗм ҫырли пахчисене, хамӑр ҫуртсене саклата паратпӑр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫапла калакансем те пулчӗҫ: эпир патша хырҫине тӳлесе татма хамӑр уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисене саклата парса кивҫен кӗмӗл илетпӗр;</verse>
				<verse number="5">пирӗн ӳтӗмӗр те хамӑр тӑванӑмӑрсен ӳчӗсем пекех, пирӗн ывӑлӑмӑрсем те вӗсен ывӑлӗсем пекех, анчах пирӗн хамӑр ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсене чурана пама тивет, пирӗн хӗрӗмӗрсем хӑшӗ-пӗри пусмӑрлӑхра ӗнтӗ. Вӗсене тӳлесе илме аллӑмӑрта нимӗнле вӑй та ҫук; пирӗн уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисем те урӑххисен аллинче, терӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем ҫапла ӳпкелешсе калаҫнине илтсессӗн, эпӗ питӗ тарӑхрӑм.</verse>
				<verse number="7">Чӗрем те пӑлханса кайрӗ манӑн, аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене эпӗ хытах ятласа каларӑм: эсир хӑвӑр тӑванӑрсенчен ытлашши илетӗр, терӗм. Вара вӗсене хирӗҫ пысӑк пуху пуҫтартӑм та</verse>
				<verse number="8">каларӑм: ытти халӑхсене сутнӑ хамӑр тӑванӑмӑрсене, иудейсене, эпир вӑй ҫитнӗ таран каялла тӳлесе илеттӗмӗр, эсир вара хӑвӑр тӑванӑрсене сутатӑр, вӗсем те хӑйсене хӑйсем сутаҫҫӗ, терӗм. Вӗсем шӑпӑртах тӑчӗҫ, хирӗҫ тавӑрса калама сӑмах тупаймарӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Тата ҫапла каларӑм: лайӑх мар тӑватӑр эсир. Ытти халӑхсен, хамӑр тӑшмансен, мӑшкӑлӗ пулас мар тесессӗн, Туррӑмӑртан хӑрамалла мар-и сирӗн?</verse>
				<verse number="10">Эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, мана ӗҫлесе тӑракансем те вӗсене кивҫенле кӗмӗл тата тырӑ панӑ: ку парӑма хӑйсенчех хӑварӑпӑр.</verse>
				<verse number="11">Вӗсен уйӗсене, иҫӗм ҫырлипе ҫу йывӑҫӗсен пахчисене тата хӑвӑр кивҫенле панӑ кӗмӗлпе тырӑшӑн, эрехпе ҫушӑн тунӑ услама халех тавӑрса парӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="12">Вара аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсем каларӗҫ: тавӑрса парӑпӑр, вӗсенчен нимӗн те ыйтмӑпӑр; эсӗ каланӑ пек тӑвӑпӑр, терӗҫ. Эпӗ священниксене чӗнсе илтӗм те лешӗсене вӗсен умӗнче «мӗн каланине пурнӑҫлӑпӑр» тесе тупа тутартӑм.</verse>
				<verse number="13">Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тумтирӗм аркине силлерӗм те каларӑм: ҫак сӑмаха тытман кирек хӑш ҫынна та Турӑ ҫапла силлетӗр, унӑн килӗ-ҫуртӗнчен те, хуҫалӑхӗнчен те ҫапла силлесе илтӗр те, вӗсем пуш-пушӑ юлччӑр! терӗм. Пӗтӗм пуху: аминь, терӗ. Вара Турра мухтарӑмӑр; халӑх мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫларӗ.</verse>
				<verse number="14">Тата ҫакна калам: хама Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхне уйӑрса лартнӑ кунранпа, — Артаксеркс патшан ҫирӗммӗш ҫулӗнчен пуҫласа вӑтӑр иккӗмӗш ҫулӗччен, вуникӗ ҫул хушши, — эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те ҫӗр пуҫлӑхӗн ҫӑкӑрне ҫимен.</verse>
				<verse number="15">Ман умӗн пулнӑ ҫӗр пуҫлӑхӗсем халӑха йывӑрлӑх кӳнӗ, хӗрӗх сикль кӗмӗлсӗр пуҫне ҫынсенчен тата апат-ҫимӗҫпе эрех те илсе тӑнӑ; вӗсен тарҫисем те пулин халӑхпа хуҫаланнӑ. Эпӗ вара Турӑран хӑранӑран ун пек туман.</verse>
				<verse number="16">Ҫав вӑхӑтрах эпӗ хӳме тӑвас ӗҫе чакма памарӑм; эпир уй-хир сутӑн илмен, манӑн тарҫӑсем те пурте хӳме юсама ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="17">Ман сӗтелӗм хушшине иудейсемпе пуҫлӑхсем ҫӗр аллӑ ҫын таран пуҫтарӑнатчӗҫ, вӗсемсӗр пуҫне пирӗн таврари халӑхсен ҫыннисем те килсех тӑратчӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Пӗр кун валли акӑ мӗн-мӗн хатӗрленӗ: пӗр вӑкӑр, чи паха ултӑ сурӑх; кайӑк-кӗшӗк те хатӗрленӗ ман патӑмра; кашни вунӑ кунран тӗрлӗ йышши эрех ытлӑн-ҫитлӗн илсе килсе тӑнӑ. Ҫӗр пуҫлӑхне тивӗҫлӗ апат-ҫимӗҫ ыйтман эпӗ, мӗншӗн тесессӗн пысӑк ӗҫ тӑвакан халӑха ахаль те йывӑрччӗ.</verse>
				<verse number="19">Туррӑм, эпӗ ҫак халӑх валли ырӑ тунине асна илсемччӗ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Санаваллат, Товия, Арави ҫынни Гешем тата пирӗн ытти тӑшмансем эпӗ пӗтӗм хӳмене юсаса тухни ҫинчен, унта ӗнтӗ нимӗнле шӑтӑк-ҫурӑк та юлманни ҫинчен илтнӗ те, — пӗр тесен, ҫав вӑхӑт тӗлне эпӗ хапха алӑкӗсене ҫакса пӗтерейменччӗ-ха, —</verse>
				<verse number="2">Санаваллатпа Гешем ман патӑма: кил, Оно тӳремлӗхӗнчи пӗр-пӗр ялта тӗл пулӑпӑр, тесе калама ҫын ячӗҫ. Вӗсем мана усал тума каварлашнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Анчах эпӗ вӗсем патне ҫапла калама элчӗсем ятӑм: пысӑк ӗҫе пула эпӗ пушӑ мар, сирӗнпе тӗл пулаймӑп; эпӗ сирӗнпе тӗл пулма пӑрахса кайсан, ӗҫ чарӑнса ларӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем ман патӑма тӑватӑ хутчен ҫав йыхравпах ҫынсем ячӗҫ, эпӗ те вӗсене унчченхи пекех хуравласа тӑтӑм.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн хыҫҫӑн Санаваллат ман патӑма пиллӗкӗмӗш хут хӑйӗн тарҫине ячӗ, лешӗ ҫыру илсе килнӗччӗ, ҫырӑвӗ уҫахчӗ.</verse>
				<verse number="6">Унта ҫапла ҫырнӑччӗ: «халӑхсем хушшинче сӑмах ҫӳрет, Гешем та ҫавнах калать: эсӗ тата Иудея уйӑрӑлма шут тытнӑ имӗш, ҫавӑнпа хӳме тӑватӑн та, эсӗ вӗсен патши пуласшӑн теҫҫӗ;</verse>
				<verse number="7">эсӗ хӑвӑн ҫинчен Иерусалимра чап сарма, «ку — Иудея патши!» тесе калаттарма пророксем те тупнӑ. Кун пек сӑмахсем патша патне ҫитеҫҫех. Эппин, кил те, пӗрле канаш тӑвӑпӑр» тенӗччӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах эпӗ ун патне ҫапла калама ҫын ятӑм: эсӗ каланӑ евӗрли нимӗн те пулман; эсӗ ҫакна хӑвӑн пуҫупа шухӑшласа кӑларнӑ, терӗм.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ вӗсем пире хӑратсах тӑратчӗҫ: аллисем усӑнӗҫ те ку ӗҫе пӑрахӗҫ, ӗҫӗ путланӗ тесе ӗмӗтленетчӗҫ; манӑн аллӑм вара тӗреклӗленчӗ ҫеҫ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ Шемаия патне — Мегетавел ывӑлӗн Делаиян ывӑлӗ патне — пытӑм, вӑл ун чухне килӗнчен те тухмастчӗ; вӑл мана каларӗ: Турӑ Ҫуртӗнче тӗл пулар, каяр та хамӑр хыҫҫӑн алӑка питӗрсе лартар, мӗншӗн тесессӗн сана вӗлерме килмелле, ҫӗрле сана вӗлерме килеҫҫӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ ӗнтӗ ҫапла хуравларӑм: ман пек ҫын тарса ҫӳреме пултараять-и вара? Ман пек ҫын чӗрӗ юлас тесе Турӑ Ҫуртне пытанать-и? Пымастӑп, терӗм.</verse>
				<verse number="12">Вӑл мана пророклах каларӗ пулин те, эпӗ ӑна Турӑ яманнине, ӑна Товияпа Санаваллат хӑйсем майлӑ ҫавӑрнине ӑнкарса илтӗм.</verse>
				<verse number="13">Ӑна ӗнтӗ, хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, мана хӑратма, мана вӑл каланӑ пек тутарса ҫылӑха кӗртме, ҫапла халӑх хушшинче ман ҫинчен усал сӑмах сармашкӑн сӑлтав тупма хушнӑ.</verse>
				<verse number="14">Туррӑмҫӑм! Товияпа Санаваллата ҫав ӗҫӗсене аса илтерсемччӗ, ҫавӑн пекех мана хӑратма шутланӑ Ноадия хӗрарӑм пророкпа ытти пророксене те асна илсемччӗ.</verse>
				<verse number="15">Хӳмене елул уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче, аллӑ икӗ кун хушшинче, туса пӗтертӗмӗр.</verse>
				<verse number="16">Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, ҫакна пирӗн таврари пур халӑхсем те курсассӑн, пирӗн пӗтӗм тӑшман ку ӗҫе Туррӑмӑр тунине ӑнланса илнӗ те, вӗсен ӗмӗчӗ сӳннӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫав кунсенче иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Товия патне чылай ҫыру ҫырса янӑ, Товияран вара вӗсем патне хурав килсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Иудейӑра нумайӑшӗ унпа татуллӑ пурӑнма тупа тунӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Шеханиян — Арах ывӑлӗн — кӗрӳшӗ пулнӑ, унӑн ывӑлӗ Иоханан вара Верехия ывӑлӗн Мешулламӑн хӗрне качча илнӗччӗ.</verse>
				<verse number="19">Ман умӑмра вӗсем Товиян ырӑ кӑмӑлӗ ҫинчен те асӑнатчӗҫ, ман сӑмахӑмсене вара ун патне ҫитерсех тӑратчӗҫ. Мана хӑратас тесе, Товия ҫырусем яратчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Хӳмене туса пӗтерсессӗн, хапха алӑкӗсене ҫакса тухсассӑн, хапха хуралҫисемпе юрӑҫсене тата левитсене хӑйсен вырӑнне ӗҫе тӑратрӑмӑр.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ хамӑн пӗртӑванӑма Ханание тата керем пуҫлӑхне Хананияна, шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынна, — ун пек ҫын сайра вӑл, — Иерусалим хулине тытса тӑраканӗсем турӑм та</verse>
				<verse number="3">вӗсене ҫапла каларӑм: хӗвел хӗртме пуҫламасӑр Иерусалим хапхисене ан уҫӑр. Хуралҫӑсем хӑйсем тӑнӑ чухне алӑксене питӗрсе илсе хупӑ тытчӑр. Хурала Иерусалимра пурӑнакансене тӑратӑр, пӗрисем хулана хураллатчӑр, тепӗрисем хӑйсен килӗ-ҫурчӗ умӗнче тӑччӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="4">Анчах хула пысӑк та анлӑччӗ, халӑхӗ унта сахалччӗ, ҫуртсем лартса ҫитерейменччӗ-ха.</verse>
				<verse number="5">Вара Туррӑм ирӗкӗпе манӑн чӗремре халӑх йышне шута илес шухӑш ҫуралчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ятлӑ-сумлӑ ҫынсене, пуҫлӑхсене, пӗтӗм халӑха пуҫтартӑм. Эпӗ тыткӑнран чи малтан таврӑннисенӗн йӑх-кӑк ҫырӑвне тупрӑм, унта ҫапла ҫырнӑччӗ:</verse>
				<verse number="6">акӑ тыткӑнран таврӑннӑ ҫынсем, вӗсене тыткӑна Вавилон патши Навуходоносор хӑваласа кайнӑччӗ; вӗсем ӗнтӗ Иерусалима, Иудейӑна, — кашнийӗ хӑйӗн хулине таврӑнчӗҫ,</verse>
				<verse number="7">вӗсене Зоровавель, Иисус, Неемия, Азария, Раамия, Нахманий, Мардохей, Билшан, Мисфереф, Бигвай, Нехум, Баана ертсе килнӗ. Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ:</verse>
				<verse number="8">Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын;</verse>
				<verse number="9">Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл иккӗ;</verse>
				<verse number="10">Арах ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ иккӗ;</verse>
				<verse number="11">Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вунсаккӑр;</verse>
				<verse number="12">Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑ;</verse>
				<verse number="13">Заффу ывӑлӗсем — сакӑрҫӗр хӗрӗх пиллӗк;</verse>
				<verse number="14">Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл;</verse>
				<verse number="15">Биннуй ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх саккӑр;</verse>
				<verse number="16">Бевай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм саккӑр;</verse>
				<verse number="17">Азгад ывӑлӗсем — икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм иккӗ;</verse>
				<verse number="18">Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ҫиччӗ;</verse>
				<verse number="19">Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те ултҫӗр ҫиччӗ;</verse>
				<verse number="20">Адин ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ пиллӗк;</verse>
				<verse number="21">Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун саккӑр;</verse>
				<verse number="22">Хашум ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм саккӑр;</verse>
				<verse number="23">Вецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм тӑваттӑ;</verse>
				<verse number="24">Хариф ывӑлӗсем — ҫӗр вуниккӗ;</verse>
				<verse number="25">Гаваон ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пиллӗк;</verse>
				<verse number="26">Вифлеемпе Нетофа ҫыннисем — сакӑрвун саккӑр;</verse>
				<verse number="27">Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм саккӑр;</verse>
				<verse number="28">Беф-Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх иккӗ;</verse>
				<verse number="29">Кариаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫҫӗ;</verse>
				<verse number="30">Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗрре;</verse>
				<verse number="31">Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм иккӗ;</verse>
				<verse number="32">Вефиль тата Гай ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗ;</verse>
				<verse number="33">тепӗр Нево ҫыннисем — аллӑ иккӗ;</verse>
				<verse number="34">тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑ;</verse>
				<verse number="35">Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм;</verse>
				<verse number="36">Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пиллӗк;</verse>
				<verse number="37">Лод, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пӗрре;</verse>
				<verse number="38">Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те тӑхӑрҫӗр вӑтӑр;</verse>
				<verse number="39">священниксем, Иисус килӗнчен тухнӑ Иедаия ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын;</verse>
				<verse number="40">Иммер ывӑлӗсем — пин те пилӗкҫӗр иккӗ;</verse>
				<verse number="41">Пашхур ывӑлӗсем — пин те икҫӗр хӗрӗх ҫиччӗ;</verse>
				<verse number="42">Харим ывӑлӗсем — пин те вунҫиччӗ.</verse>
				<verse number="43">Левитсем: Иисус ывӑлӗсем — Годева ӑрӑвӗнчен тухнӑ Кадмиил тӑхӑмӗсем — ҫитмӗл тӑваттӑ.</verse>
				<verse number="44">Юрӑҫсем: Асаф ывӑлӗсем — ҫӗр хӗрӗх саккӑр.</verse>
				<verse number="45">Хапха хуралҫисем: Шаллум ывӑлӗсем, Атер ывӑлӗсем, Талмон ывӑлӗсем, Аккув ывӑлӗсем, Хатита ывӑлӗсем, Шовай ывӑлӗсем — ҫӗр вӑтӑр саккӑр.</verse>
				<verse number="46">Левитсене пулӑшакансем: Циха ывӑлӗсем, Хасуфа ывӑлӗсем, Табаоф ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="47">Кирос ывӑлӗсем, Сия ывӑлӗсем, Фадон ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="48">Левана ывӑлӗсем, Хагава ывӑлӗсем, Салмай ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="49">Ханан ывӑлӗсем, Гиддел ывӑлӗсем, Гахар ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="50">Реаия ывӑлӗсем, Рецин ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="51">Газзам ывӑлӗсем, Узза ывӑлӗсем, Пасеах ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="52">Весай ывӑлӗсем, Меуним ывӑлӗсем, Нефишсим ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="53">Ваквук ывӑлӗсем, Хакуфа ывӑлӗсем, Хархур ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="54">Вацлиф ывӑлӗсем, Мехида ывӑлӗсем, Харша ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="55">Варкос ывӑлӗсем, Сисара ывӑлӗсем, Фамах ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="56">Нециах ывӑлӗсем, Хатифа ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="57">Соломон чурисен ывӑлӗсем: Сотай ывӑлӗсем, Софереф ывӑлӗсем, Ферида ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="58">Иаала ывӑлӗсем, Даркон ывӑлӗсем, Гиддел ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="59">Сафатия ывӑлӗсем, Хаттил ывӑлӗсем, Похереф — Гацеваим ывӑлӗсем, Амон ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="60">Левитсене пулӑшакансемпе Соломон чурисен ывӑлӗсем — пурӗ виҫҫӗр тӑхӑрвун икӗ ҫын.</verse>
				<verse number="61">Акӑ Тел-Мелах, Тел-Харша, Херув-Аддон тата Иммер ҫӗрӗсенчен килнисем, анчах вӗсем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ Израильрен пулнипе пулманнине кӑтартса парайманнисем:</verse>
				<verse number="62">Делаия ывӑлӗсем, Товия ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын.</verse>
				<verse number="63">Тата священниксенчен: Ховаия ывӑлӗсем, Гаккоц ывӑлӗсем, Верзеллий ывӑлӗсем — ҫав Верзеллий ӗнтӗ Галаадра пурӑнакан Верзеллий хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ те вара ӑна хӑйне те Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="64">Вӗсем хӑйсен йӑх-кӑк ҫырӑвне шыранӑ та — тупайман, ҫавӑнпа вӗсене священниксен йышӗнчен кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="65">Вара ҫав ҫӗр пуҫлӑхӗ вӗсене ҫак ӗҫе священник урим тата туммим тытса татса памасӑр аслӑ та сӑваплӑ парнене ҫиме каламарӗ.</verse>
				<verse number="66">Ҫапла вара пӗтӗм халӑх йышӗ хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑл ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="67">кунсӑр пуҫне вӗсен чурисемпе хӑрхӑмӗсем — ҫичӗ пин те виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫын; тата арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем — икҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын.</verse>
				<verse number="68">Вӗсен тӑватҫӗр вӑтӑр пилӗк тӗвепе ултӑ пин те ҫичҫӗр ҫирӗм пуҫ ашак пулнӑ.</verse>
				<verse number="69">Хӑш-хӑш ӑру пуҫлӑхӗсем ӗҫ тума пурлӑх пачӗҫ. Ҫав ҫӗр пуҫлӑхӗ вара Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне пин драхма ылтӑн, аллӑ савӑт тата священниксем валли пилӗкҫӗр вӑтӑр тум хыврӗ.</verse>
				<verse number="70">Ӑру пуҫлӑхӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ ӗҫ тума ҫирӗм пин драхма ылтӑн, икӗ пин те икҫӗр мина кӗмӗл хыврӗ.</verse>
				<verse number="71">Ытти ҫынсем ҫирӗм пин драхма ылтӑн, икӗ пин мина кӗмӗл тата священниксем валли утмӑл ҫичӗ тум пачӗҫ.</verse>
				<verse number="72">Вара священниксем, левитсем, хапха хуралҫисемпе юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем хӑйсен хулисенче, ытти израильсем хӑйсен хулисенче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.</verse>
				<verse number="73">Ӗнтӗ ҫиччӗмӗш уйӑхра пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйсен хулисенче пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Израиль ывӑлӗсем пурте, пӗр ҫын пек, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ те Ездра кӗнекеҫӗне Ҫӳлхуҫа Израиле панӑ Моисей саккунӗн кӗнекине илсе килме каларӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче Ездра священник унта пухӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умне саккун илсе тухрӗ;</verse>
				<verse number="3">вара Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта шуҫӑмран пуҫласа кӑнтӑрлаччен арҫынсемпе хӗрарӑмсем, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умӗнче ҫав кӗнекене вуларӗ; пӗтӗм халӑх хӑлхине тайса саккун кӗнекине тимлерӗ.</verse>
				<verse number="4">Ездра кӗнекеҫӗ ҫакна валли йывӑҫран ятарласа тунӑ ҫӳллӗ вырӑнта тӑчӗ, сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Шема, Анаия, Урия, Хелкия тата Маасея, сулахай енче Федаия, Мисаил, Малхия, Хашум, Хашбаддана, Захария тата Мешуллам тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳллӗ вырӑнта тӑракан Ездра саккун кӗнекине уҫрӗ, ҫакна пӗтӗм халӑх курса тӑчӗ. Вӑл кӗнекене уҫнӑ чухне пӗтӗм халӑх ура ҫине ҫӗкленчӗ.</verse>
				<verse number="6">Ездра: аслӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр мухтавлӑ! терӗ. Пӗтӗм халӑх алӑсене ҫӳлелле ҫӗклесе: «аминь, аминь» терӗ, — ӗнтӗ ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Иисус, Ваний, Шеревия, Иамин, Аккув, Шабе, Годия, Маасея, Клита, Азария, Иозадав, Ханан, Фелаия тата левитсем халӑха саккуна ӑнлантара-ӑнлантара пачӗҫ, ҫав вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен вырӑнӗнчех тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Кӗнекене, Турӑ саккунне, пурте илтмелле уҫӑмлӑн вуларӗҫ, ҫав вӑхӑтрах мӗн вуланине ӑнлантарса пычӗҫ, халӑх мӗн вуланине ӑнланса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Неемия пуҫлӑх, Ездра кӗнекеҫӗ, священник тата халӑха вӗрентекен левитсем пӗтӗм халӑха каларӗҫ: паянхи кун — Ҫӳлхуҫа Туррӑра халалланӑ кун вӑл; ан хуйхӑрӑр, ан йӗрӗр, терӗҫ, — ӗнтӗ пӗтӗм халӑх саккун сӑмахӗсене йӗрсе итлесе тӑратчӗ.</verse>
				<verse number="10">Неемия каларӗ: ӗнтӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, нимӗн те хатӗрлейменнисем патне пай ярса парӑр, ҫакӑ куна эпир Ҫӳлхуҫамӑра халалланӑ! Ан кулянӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче савӑнни — сирӗн тӗрекӗр, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Левитсем те халӑха лӑплантарчӗҫ: чарӑнӑр, ку — сӑваплӑ кун, ан хурланӑр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вара пӗтӗм халӑх ӗҫме-ҫиме саланчӗ, нимӗн те хатӗрлейменнисене пай яра-яра пачӗҫ, тем тӗрлӗ савӑнса уявларӗҫ, мӗншӗн тесессӗн халӑх хӑйне каланӑ сӑмахсене ӑнланчӗ.</verse>
				<verse number="13">Тепӗр кунне пӗтӗм ӑру пуҫлӑхӗсем, священниксем, левитсем саккун сӑмахӗсене тишкерме Ездра кӗнекеҫӗ патне пуҫтарӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн чухне вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ саккунра Израиль ывӑлӗсен ҫиччӗмӗш уйӑхра, уяв кунӗсенче, хӳшӗре пурӑнмалла тесе ҫырнине тупрӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Вара хӑйсен пур хулисенче те, Иерусалимра та ҫапла пӗлтерсе тухрӗҫ: сӑрт-ту ҫине кайӑр та хӳшӗ уявне саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек ирттерме сатра тата вӑрманта ӳсекен ҫу йывӑҫҫисен турачӗсене, миртпа пальма турачӗсене, сарлака ҫулҫӑллӑ ытти йывӑҫ турачӗсене касса килӗр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Ӗнтӗ халӑх кайса турат тултса тултарчӗ те, кашнийӗ хӑй ҫурчӗ тӑрринче, хӑйӗн картишӗнче, Турӑ Ҫурчӗн картишӗсенче, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта, Ефрем хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта хӳшӗ тӑва-тӑва лартрӗ.</verse>
				<verse number="17">Тыткӑнран таврӑннӑ халӑх хӳшӗ туса тултарчӗ те хӳшӗсенче пурӑнчӗ. Нав ывӑлӗ Иисус пурӑннӑ вӑхӑтранпа та Израиль ывӑлӗсем ҫапла туман. Тем тӗрлӗ савӑнӑҫ ҫитрӗ!</verse>
				<verse number="18">Турӑ саккунӗн кӗнекине кашни кунах — малтанхи кунран пуҫласа юлашки кунчченех — вуларӗҫ. Ҫичӗ кун хушши уяв турӗҫ, саккӑрмӗш кунхине вара, йӗрке тӑрӑх, чаплӑ пуху ирттерчӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара типӗ тытакан, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ Израиль ывӑлӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Израиль йӑхӗ пур ют йӑхран та уйӑрӑлчӗ; вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче тӑрса хӑйсен ҫылӑхӗсенчен тата ашшӗсенӗн усал ӗҫӗсенчен ӳкӗнчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Хӑйсен вырӑнӗнче пӗр хускалми тӑчӗҫ вӗсем, чӗрӗк кун хушши хӑйсен Туррийӗн саккунӗн кӗнекине вуларӗҫ, кайран чӗрӗк кун ҫылӑх каҫарттарчӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине пуҫҫапрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Левитсен ҫӳллӗ вырӑнне Иисус, Ваний, Кадмиил, Шевания, Вунний, Шеревия, Ваний, Хенани хӑпарса тӑчӗҫ те хыттӑн кӑшкӑрса хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе йӑлӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Иисус, Кадмиил, Ваний, Хашавния, Годия, Шевания, Петахия левитсем ҫапла каларӗҫ: тӑрӑр, Ҫӳлхуҫа Туррӑра аслӑлӑр! Санӑн мухтава тивӗҫлӗ ятна, темӗнле мухтавран та, темӗнле чапран та аслӑ ятна, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мухтавлаччӑр!</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пӗртен-пӗрре. Эсӗ тӳпене, тӳпенӗн тӳпине, унти пӗтӗм вӑй-хӑвата пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине, тинӗссемпе унта мӗн пуррине пултарнӑ, Эсӗ ҫакна пурне те чӗрӗлӗх парса тӑратӑн, Сана ҫӳлти ҫарсем пуҫҫапаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ,</verse>
				<verse number="8">вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен ҫӗрне пама пулнӑ. Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна вырӑна килтернӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ — тӳрӗ.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ пирӗн аттемӗрсем Египетра хӗн-хур тӳснине курнӑ, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вӗсем епле кӑшкӑрса йӗнине илтнӗ,</verse>
				<verse number="10">вӗсене епле мӑшкӑлланине пӗлсе, Эсӗ фараона, унӑн пӗтӗм чурине, ун ҫӗрӗнчи пӗтӗм халӑха хӑват паллисемпе кӗтретсем кӑтартнӑ — ҫапла Хӑвӑн ятна ӗмӗрлӗхе чапа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ пирӗн аттемӗрсем умӗнче тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ, ӗнтӗ вӗсем тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ, тарӑн шыва чул ывӑтнӑ евӗр, вӗсене хӑвалакансене Эсӗ тӗпсӗр авӑра пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсен каяс ҫулне кӑтартса, Эсӗ кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ Синай тӑвӗ ҫине аннӑ, вӗсемпе тӳперен калаҫнӑ, вӗсене тӳрӗ саккунсем, тӗрӗс хушусем, ырӑ йӗркесемпе ӳкӗтсем панӑ.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ вӗсене Хӑвӑн сӑваплӑ шӑматкуну ҫинчен пӗлтернӗ, Хӑвӑн Моисей чуру урлӑ вӗсене ӳкӗтсем, йӗркесем тата саккунсем панӑ.</verse>
				<verse number="15">Выҫӑхсассӑн, вӗсем валли тӳперен ҫӑкӑр ярса тӑнӑ, ӑшӗсем хыпнӑ чухне чулран шыв кӑларса панӑ, вӗсене еткерлӗх ҫӗре — Эсӗ аллуна ҫӗклесе вӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре — кайма хушнӑ.</verse>
				<verse number="16">Анчах вӗсем, пирӗн аттемӗрсем, турткалашнӑ, чурӑсланнӑ, Санӑн ӳкӗтӳсене итлемен;</verse>
				<verse number="17">пӑхӑнасшӑн пулман, Санӑн тӗлӗнмелле ӗҫӳсене, вӗсен хушшинчех тунӑ ӗҫӳсене, аса илмен, чурӑс пулнӑ, Египета каялла чуралӑха таврӑнмашкӑн хӑйсем валли ҫулпуҫӗ тупнӑ. Анчах та Эсӗ — каҫарма юратакан, ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Эсӗ вӗсене пӑрахман.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем пӑру кӗлетки шӑратса кӑларса: «акӑ сана Египетран илсе тухнӑ турру!» тенӗ пулин те, — ҫакӑн пек хӑрушла ирсӗр ӗҫ хыҫҫӑн та, —</verse>
				<verse number="19">Эсӗ тем тӗрлӗ хӗрхенекен кӑмӑлупа вӗсене пушхирте пӑрахса хӑварман; вӗсене ҫулпа ертсе пымашкӑн кӑнтӑрла вӗсенчен пӗлӗт юпа уйрӑлман, вӗсен каяс ҫулне ҫутатса пымашкӑн ҫӗрле вӗсенчен вут юпа ҫухалман.</verse>
				<verse number="20">Вӗсене вӗрентсе-ертсе пымашкӑн Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ырӑ Сывлӑшна панӑ, вӗсене манна ҫитерсе тӑнӑ, ӑшӗсем хыпнӑ чухне шыв парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ вӗсене пушхирте хӗрӗх ҫул тӑрантарнӑ; вӗсем ҫитменлӗх мӗнне пӗлмен; вӗсен тумтирӗ те ҫӗтӗлмен, ури те шӑйрӑлман.</verse>
				<verse number="22">Эсӗ вӗсене патшалӑхсемпе халӑхсем панӑ, инҫетри ҫӗрсене вӗсен чикки тунӑ, Ог ҫӗрне — Васан патшийӗн ҫӗрне — туртса илнӗ.</verse>
				<verse number="23">Эсӗ вӗсен ывӑлӗсене тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑ тунӑ, вӗсене Эсӗ ашшӗсене пама пулнӑ, «эсир ҫак ҫӗре илетӗр» тенӗ ҫӗршыва илсе ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="24">Ывӑлӗсем килнӗ те ҫӗре хӑйсен аллине илнӗ. Санӑн ирӗкӳпе вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, ханаансене, парӑнтарнӑ, Эсӗ унти патшасене, ҫавӑнти халӑхсене вӗсен аллине ӳкернӗ, израильсем вӗсемпе хӑйсене кирлӗ пек хуҫаланнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсем ӗнтӗ тӗреклӗлетнӗ хуласемпе пулӑх ҫӗре вырӑнаҫнӑ, тӗрлӗ пурлӑхпа тулнӑ ҫуртсем, чул хушшинче алтнӑ пусӑсем, иҫӗм ҫырлипе ҫу йывӑҫӗн пахчисем, паха ҫимӗҫ кӳрекен сатсем вӗсен аллине куҫнӑ. Эсӗ пысӑк ырӑлӑх панипе вӗсем тӑраниччен ҫинӗ, самӑрланнӑ, киленнӗ;</verse>
				<verse number="26">анчах вӗсем чурӑсланнӑ, Сана хирӗҫ тӑнӑ: Санӑн саккунна уяман, Санӑн пророкусене — хӑйсене вӗрентнӗ-ӳкӗтленӗ, Сан енне ҫавӑрма тӑрӑшнӑ пророксене — вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="27">Вара Эсӗ вӗсене хӑйсене пусмӑрлакан тӑшманӗсен аллине ӳкернӗ. Анчах ҫавӑн чухне, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра, вӗсем Сана тархасланӑ та — Эсӗ вӗсене тӳперен итленӗ, питех те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран вӗсене Эсӗ хӑтаракансем яра-яра панӑ; кусем вӗсене тӑшманӗсен аллинчен хӑтарса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="28">Лӑпланса ҫитсессӗн, вӗсем Сан умӑнта каллех усал ӗҫ тума пуҫланӑ, вара Эсӗ вӗсене тӑшманӗсен аллине панӑ, лешӗсем ӗнтӗ вӗсемпе хуҫаланнӑ. Вӗсем каллех Сана тархасланӑ — Эсӗ вӗсене тӳперен итленӗ, питех те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран вӗсене нумай хутчен ҫӑла-ҫӑла хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="29">Эсӗ вӗсене астутарсах тӑнӑ: Хӑвӑн саккуну енне ҫаврӑнма ӳкӗтленӗ, анчах вӗсем чурӑсланса Санӑн ӳкӗтӳсене уяман, Эсӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑннӑ — пурӑнас тесессӗн, этемӗн Санӑн саккунна пурнӑҫламалла-ҫке! Вӗсем вара чӑрсӑрланнӑ, чурӑсланнӑ, итлесшӗн пулман.</verse>
				<verse number="30">Вӗсем улӑшӑнасса Эсӗ нумай ҫул кӗтнӗ, Хӑвӑн пророкусем урлӑ Хӑвӑн Сывлӑшупа астутарсах тӑнӑ, анчах вӗсем итлемен. Вара Эсӗ вӗсене ют халӑхсен аллине ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="31">Питех те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнипе Эсӗ вӗсене тӗппипех пӗтермерӗн, вӗсене пӑрахмарӑн, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ — ырӑ, хӗрхенекен Турӑ.</verse>
				<verse number="32">Эй Туррӑмӑр, аслӑ та хӑватлӑ, хӑрушӑ Туррӑмӑр! Хӑвӑн халална асӑнта тытакан Туррӑмӑр! Эпир тӳснӗ асап — Ассири патшисен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи куна ҫитиччен тӳснӗ асап, пирӗн патшасене, аслӑ ҫынсене, священниксене, пророксене, аттемӗрсене, Санӑн пӗтӗм халӑхна ҫитнӗ асап — Сан умӑнта сахал пек ан курӑнтӑрччӗ.</verse>
				<verse number="33">Пире ҫитнӗ хӗн-асапра Эсӗ тӳрӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ тӳрӗлӗхпе тунӑ, эпир вара — айӑплӑ.</verse>
				<verse number="34">Пирӗн патшасем, аслӑ ҫынсем, священниксем, пирӗн аттемӗрсем Санӑн саккунна пурӑнӑҫламан, Санӑн ӳкӗтӳсене, Эсӗ астутарса тӑнине итлемен.</verse>
				<verse number="35">Эсӗ, питех те ырӑ пулнипе, вӗсене патшалӑх панӑ, анлӑ та пулӑхлӑ ҫӗр панӑ, анчах вӗсем унта та Саншӑн ӗҫлемен, хӑйсен усал ӗҫӗсене пӑрахман.</verse>
				<verse number="36">Акӑ халӗ чурасем эпир; Эсӗ пирӗн аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче унӑн паха ҫимӗҫӗпе, унӑн ырӑлӑхӗпе тӑранса пурӑнас вырӑнне эпир чураланса пурӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="37">Хамӑр ҫылӑхсемшӗн Эсӗ пире ют патшасене пӑхӑнтартӑн, халӗ ӗнтӗ пирӗн ҫӗр хӑйӗн тулӑх ҫимӗҫне ҫавсене парса тӑрать. Вӗсем пирӗн ӳтпе те, пирӗн выльӑх-чӗрлӗхпе те хуҫаланаҫҫӗ, — эпир хӑрушла хӗн-хур айӗнче пурӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="38">Ҫавӑнпа та эпир ҫырсах килӗшӳ турӑмӑр, ӑна пирӗн аслӑ ҫынсем, левитсем тата священниксем алӑ пуссах, пичет хурсах ҫирӗплетрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Пичет хуракансем ҫаксем пулчӗҫ: Гахалия ывӑлӗ Неемия пуҫлӑх тата Седекия,</verse>
				<verse number="2">Сераия, Азария, Иеремия,</verse>
				<verse number="3">Пашхур, Амария, Малхия,</verse>
				<verse number="4">Хаттуш, Шевания, Маллух,</verse>
				<verse number="5">Харим, Меремоф, Овадия,</verse>
				<verse number="6">Даниил, Гиннефон, Варух,</verse>
				<verse number="7">Мешуллам, Авия, Миямин,</verse>
				<verse number="8">Маазия, Билгай, Шемаия — кусем пурте священниксем.</verse>
				<verse number="9">Левитсем: Азания ывӑлӗ Иисус, Хенадад ывӑлӗсенчен Виннуй, Кадмиил;</verse>
				<verse number="10">вӗсен тӑванӗсем: Шевания, Годия, Клита, Фелаия, Ханан,</verse>
				<verse number="11">Миха, Рехов, Хашавия,</verse>
				<verse number="12">Закхур, Шеревия, Шевания,</verse>
				<verse number="13">Годия, Ваний, Венинуй.</verse>
				<verse number="14">Халӑх пуҫлӑхӗсем: Парош, Пахаф-Моав, Елам, Заффу, Ваний,</verse>
				<verse number="15">Вунний, Азгад, Бевай,</verse>
				<verse number="16">Адония, Бигвай, Адин,</verse>
				<verse number="17">Атер, Езекия, Азур,</verse>
				<verse number="18">Годия, Хашум, Бецай,</verse>
				<verse number="19">Хариф, Анафоф, Невай,</verse>
				<verse number="20">Магпиаш, Мешуллам, Хезир,</verse>
				<verse number="21">Мешезавел, Садок, Иаддуй,</verse>
				<verse number="22">Фелатия, Ханан, Анания,</verse>
				<verse number="23">Осия, Ханания, Хашшув,</verse>
				<verse number="24">Галлохеш, Пилха, Шовек,</verse>
				<verse number="25">Рехум, Хашавна, Маасея,</verse>
				<verse number="26">Ахия, Ханан, Анан,</verse>
				<verse number="27">Маллух, Харим, Баана.</verse>
				<verse number="28">Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте —</verse>
				<verse number="29">хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ:</verse>
				<verse number="30">эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр;</verse>
				<verse number="31">ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр;</verse>
				<verse number="32">эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр:</verse>
				<verse number="33">Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.</verse>
				<verse number="34">Вара эпир — священниксем те, левитсем те, халӑх та — Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли вутӑ кӳрсе тӑрасси пирки шӑпа ятӑмӑр: саккунра ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парни вырӑнӗ ҫинче ҫунтармашкӑн хӑш ӑрӑвӑн хӑш вӑхӑтра ҫулран-ҫул вутӑ илсе килмеллине палӑртрӑмӑр.</verse>
				<verse number="35">Тата эпир ҫулсерен ҫӗрӗмӗртен илнӗ малтанхи ҫимӗҫе, тӗрлӗ йывӑҫсен малтанхи ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӳме пултӑмӑр;</verse>
				<verse number="36">саккунра ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем патне тата хамӑрӑн малтанхи ывӑлӑмӑрсене, тата шултӑра, вак выльӑхсен малтанхи пӑрушӗсемпе путекӗсене илсе килме пултӑмӑр.</verse>
				<verse number="37">Хамӑрӑн пӗтӗм малтанхи ҫимӗҫе — тыррине, тӗрлӗ йывӑҫ улми-ҫырлине, эрехне, ҫӑвне — эпир священниксем патне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсене илсе пырӑпӑр, ҫӗрӗмӗр паракан тырпулӑн вуннӑмӗш пайне левитсене кӳрсе тӑрӑпӑр — вӗсем, левитсем, эпир пурӑнакан пӗтӗм хуларан вуннӑмӗш пай илсе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="38">Левитсем вуннӑмӗш пая илнӗ чухне вӗсен ҫумӗнче священник, Аарон ывӑлӗ, пулӗ: левитсем хӑйсен вуннӑмӗш пайӗнчен вуннӑмӗш пайне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсем валли уйӑрнӑ пӳлӗмсене, кайса хуччӑр,</verse>
				<verse number="39">мӗншӗн тесессӗн ҫав пӳлӗмсене Израиль ывӑлӗсен те, левитсен те парнелӗх ҫӑкӑр, эрех, ҫу кӳрсе тӑмалла. Турӑ Ҫурчӗн савӑт-сапи те ҫавӑнта упранать, священниксем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем те унтах. Эпир Туррӑмӑр Ҫуртне пӑхсах тӑрӑпӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Халӑх пуҫлӑхӗсем ӗнтӗ Иерусалимра пурӑнчӗҫ, ыттисем вара шӑпа ячӗҫ: вунӑ ҫынран пӗри сӑваплӑ хулана Иерусалима пурӑнма вырӑнаҫрӗ, тӑххӑрӑшӗ урӑх хуласенче юлчӗ.</verse>
				<verse number="2">Хӑйсен ирӗкӗпе Иерусалимра пурӑнма килӗшнисене вара халӑх пиллерӗ.</verse>
				<verse number="3">Иудея хулисенче, — кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче, хӑйӗн хулинче, — израильсем, священниксем, левитсем, левитсене пулӑшакансем тата Соломон чурисен ывӑлӗсем пурӑннӑ; Иерусалимра вара ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем пурӑннӑ, акӑ вӗсем:</verse>
				<verse number="4">Иерусалимра Иуда ывӑлӗсемпе Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ. Иуда ывӑлӗсенчен: Уззия ывӑлӗ Афаия, — Уззия вара — Захария ывӑлӗ, Захария — Амария ывӑлӗ, Амария — Сафатия ывӑлӗ, Сафатия — Мелелеил ывӑлӗ, Мелелеил — Фарес тӑхӑмӗ;</verse>
				<verse number="5">Варух ывӑлӗ Маасея, — Варух вара — Колхозей ывӑлӗ, Колхозей — Хазаия ывӑлӗ, Хазаия — Адаия ывӑлӗ, Адаия — Иоиарив ывӑлӗ, Иоиарив — Захария ывӑлӗ, Захария — Шела тӑхӑмӗ.</verse>
				<verse number="6">Иерусалимра пурӑннӑ Фарес ывӑлӗсем мӗнпурӗ тӑватҫӗр утмӑл саккӑрӑн, пурте паттӑр ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Акӑ Вениамин ывӑлӗсем: Мешуллам ывӑлӗ Саллу, — Мешуллам вара — Иоед ывӑлӗ, Иоед — Федаия ывӑлӗ, Федаия — Колаия ывӑлӗ, Колаия — Маасея ывӑлӗ, Маасея — Ифиил ывӑлӗ, Ифиил — Исаия ывӑлӗ;</verse>
				<verse number="8">Саллупа пӗрле тата Габбай, Саллай — тӑхӑрҫӗр ҫирӗм саккӑрӑн.</verse>
				<verse number="9">Иоиль, Зихри ывӑлӗ, вӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ, Иуда вара, Сенуа ывӑлӗ, хулара иккӗмӗш ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Священниксенчен: Иоиарив ывӑлӗ Иедаия, Иахин,</verse>
				<verse number="11">Турӑ Ҫуртӗнчи пуҫлӑх Хелкия ывӑлӗ Сераия, — Хелкия вара — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="12">Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем, вӗсен тӑванӗсем — пурӗ сакӑрҫӗр ҫирӗм иккӗн; Иерохам ывӑлӗ Адаия, — Иерохам вара — Фелалия ывӑлӗ, Фелалия — Амций ывӑлӗ, Амций — Захария ывӑлӗ, Захария — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ, —</verse>
				<verse number="13">тата унӑн тӑванӗсем, ӑрупуҫӗсем — икҫӗр хӗрӗх иккӗн; тата Азариил ывӑлӗ Амашсай, — Азариил вара — Ахзай ывӑлӗ, Ахзай — Мешиллемоф ывӑлӗ, Мешиллемоф — Иммер ывӑлӗ, —</verse>
				<verse number="14">тата унӑн тӑванӗсем, паттӑр ҫынсем — ҫӗр ҫирӗм саккӑрӑн. Вӗсен пуҫлӑхӗ Гагедолим ывӑлӗ Завдиил пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Левитсенчен: Хашшув ывӑлӗ Шемаия, — Хашшув вара — Азрикам ывӑлӗ, Азрикам — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Вунний ывӑлӗ, —</verse>
				<verse number="16">Шавфай тата Иозавад, Турӑ Ҫурчӗн тулашри ӗҫӗсен пуҫлӑхӗсем,</verse>
				<verse number="17">Миха ывӑлӗ Матфания, — Миха вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Асаф ывӑлӗ; кӗлӗ тунӑ чухне Матфания мухтав юрри юрлакансенчен чи асли пулнӑ; ун хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ унӑн тӑванӗ Бакбукия пулнӑ; тата Шаммуй ывӑлӗ Авда, — Шаммуй вара — Галал ывӑлӗ, Галал — Идифун ывӑлӗ.</verse>
				<verse number="18">Сӑваплӑ хулара левитсем мӗнпурӗ икҫӗр сакӑрвун тӑваттӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Хапха хуралҫисем вара: Аккув, Талмон тата вӗсен тӑванӗсем, — хапха хураллакансем, — ҫӗр ҫитмӗл иккӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ытти израильсем, священниксем, левитсем Иудея хулисенче хӑйсен еткерлӗх ҫӗрӗнче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Левитсене пулӑшакансем вара Офелта пурӑннӑ; вӗсен пуҫлӑхӗсем — Циха тата Гишфа.</verse>
				<verse number="22">Иерусалимра левитсен пуҫлӑхӗ Ваний ывӑлӗ Уззий пулнӑ, — Ваний вара — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Миха ывӑлӗ; Уззий вӑл Асаф йӑхӗнчен, Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑҫсен йӑхӗнчен, тухнӑ,</verse>
				<verse number="23">вӗсем пирки патшаран хушу — кашни кун мӗн тумаллине кӑтартакан хушу — пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Мешезавел ывӑлӗ Петахия, — Мешезавел вара — Зара тӑхӑмӗ, Иуда ывӑлӗн тӑхӑмӗ, — патшана халӑх ӗҫӗсем тӗлӗшӗпе канаш параканӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Уй-хирлӗ ялсенче пурӑнакансене илсессӗн, Иуда ывӑлӗсем Кириаф-Арба хулинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Дивон хулинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Иекавцеил хулипе ун ялӗсенче пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="26">вӗсем пурӑннӑ ытти вырӑнсем: Иешуа, Молада, Беф-Палет,</verse>
				<verse number="27">Хацар-Шуал, Вирсавия тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем,</verse>
				<verse number="28">Секелаг, Мехона тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем,</verse>
				<verse number="29">Ен-Риммон, Цора, Иармуф,</verse>
				<verse number="30">Заноах, Одоллам тата вӗсен ялӗсем, Лахис тата унӑн уйӗсем, Азек тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем. Вӗсем Вирсавияран пуҫласа Енном айлӑмӗ таранах вырӑнаҫса тухнӑ.</verse>
				<verse number="31">Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ вырӑнсем: Гева, Михмас, Гай, Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем,</verse>
				<verse number="32">Анафоф, Нов, Анания,</verse>
				<verse number="33">Гацор, Рама, Гиффаим,</verse>
				<verse number="34">Хадид, Цевоим, Неваллат,</verse>
				<verse number="35">Лод, Оно тата Алӑстисен айлӑмӗ.</verse>
				<verse number="36">Иуда ҫӗрӗнче пурӑннӑ хӑш-пӗр левитсем Вениамин ҫӗрне вырӑнаҫнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Салафиил ывӑлӗпе Зоровавельпе тата Иисуспа пӗрле таврӑннӑ священниксемпе левитсем ҫаксем: Сераия, Иеремия, Ездра,</verse>
				<verse number="2">Амария, Маллух, Хаттуш,</verse>
				<verse number="3">Шехания, Рехум, Меремоф,</verse>
				<verse number="4">Иддо, Гиннефой, Авия,</verse>
				<verse number="5">Миямин, Маадия, Вилга,</verse>
				<verse number="6">Шемаия, Иоиарив, Иедаия,</verse>
				<verse number="7">Саллу, Амок, Хелкия, Иедаия. Кусем — Иисус пурӑннӑ чухнехи священниксен пуҫлӑхӗсемпе вӗсен тӑванӗсем.</verse>
				<verse number="8">Левитсем: Иисус, Биннуй, Кадмиил, Шеревия, Иуда тата Матфания; Ҫӳлхуҫана аслӑланӑ чухне ҫак Матфания хӑйӗн тӑванӗсене, юрӑҫсене, ертсе пынӑ;</verse>
				<verse number="9">вӗсен тӑванӗсем Бакбукия тата Унний кӗлӗ тунӑ чухне вӗсемпе тӗлме-тӗл тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иисусран — Иоаким, Иоакимран — Елиашив, Елиашивран — Иоиада ҫуралнӑ,</verse>
				<verse number="11">Иоиадаран — Ионафан, Ионафанран — Иаддуй ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="12">Иоаким вӑхӑтӗнче священниксен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ: Сераия килӗнчен — Мераия, Иеремия килӗнчен — Ханания,</verse>
				<verse number="13">Ездра килӗнчен — Мешуллам, Амария килӗнчен — Иоханан,</verse>
				<verse number="14">Мелиху килӗнчен — Ионафан, Шевания килӗнчен — Иосиф,</verse>
				<verse number="15">Харим килӗнчен — Адна, Мераиоф килӗнчен — Хелкия,</verse>
				<verse number="16">Иддо килӗнчен — Захария, Гиннефон килӗнчен — Мешуллам,</verse>
				<verse number="17">Авия килӗнчен — Зихрий, Миниамин килӗнчен, Моадия килӗнчен — Пилтай,</verse>
				<verse number="18">Вилга килӗнчен — Шаммуй, Шемаия килӗнчен — Ионафан,</verse>
				<verse number="19">Иоиарив килӗнчен — Мафнай, Иедаия килӗнчен — Уззий,</verse>
				<verse number="20">Саллай килӗнчен — Каллай, Аммок килӗнчен — Евер,</verse>
				<verse number="21">Хелкия килӗнчен — Хашавия, Иедаия килӗнчен — Нафанаил.</verse>
				<verse number="22">Левитсене, ӑру пуҫӗсене, — Елиашив, Иоиада, Иоханан тата Иаддуй вӑхӑтӗнче, священниксене вара Персире Дария патшана лариччен кӗнекене кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="23">Левий ывӑлӗсене, ӑру пуҫӗсене, ҫулсеренхи кӗнекене Елиашив ывӑлӗ Иоханан пурӑннӑ вӑхӑтран маларах кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="24">Левитсен пуҫлӑхӗсем: Хашавия, Шеревия, Кадмиил ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем; Давид, Турӑ ҫынни, йӗркеленӗ пек, Турра мухтавланӑ чухне вӗсен пӗр ушкӑнӗ тепӗр ушкӑнӗпе тӗлме-тӗл тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Матфания, Бакбукия, Овадия, Мешуллам, Талмон, Аккув — хапха хуралҫисем, вӗсем хапха ҫумӗнче кӗлетсене хуралланӑ.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗ Иоаким пурӑннӑ вӑхӑтра, Неемия ҫӗр пуҫлӑхӗ тата Ездра кӗнекеҫӗ, священник, пурӑннӑ вӑхӑтра пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Иерусалим хӳмине тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн левитсене мӗнпур вырӑнтан чӗнтерсе пурне те Иерусалима пуҫтарнӑ: ҫак уява чаплӑн та савӑнӑҫлӑн ирттермешкӗн вӗсен мухтав юррисемпе тав юррисем юрласа, кимвал ҫапса, псалтирьпе кӗсле каласа тӑмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вара Иерусалим таврашӗнчен, Нетофа ялӗсенчен юрӑҫсен ывӑлӗсем пуҫтарӑннӑ,</verse>
				<verse number="29">Беф-Гаггилгалран та, Гева ҫӗрӗнчен те, Азмавет ҫӗрӗнчен те килнӗ — юрӑҫсем хӑйсен ялӗсене Иерусалим таврашӗнче лартнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="30">Священниксемпе левитсем ӗнтӗ хӑйсем те кӗлтуса тасалнӑ, халӑха, хапхасемпе хӳмесене те кӗлтуса тасатнӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ Иудея пуҫлӑхӗсене хӳме ҫине илсе кайрӑм, Турра мухтавласа пымашкӑн икӗ пысӑк ушкӑн йӗркелерӗм, пӗр ушкӑнӗ хӳме тӑрӑх сылтӑмалла, Тислӗк хапхи еннелле, кайрӗ.</verse>
				<verse number="32">Ун хыҫҫӑн Гошаия тата Иудея пуҫлӑхӗсен ҫур йышӗ пычӗҫ,</verse>
				<verse number="33">вӗсемпе пӗрле пынисем: Азария, Ездра, Мешуллам,</verse>
				<verse number="34">Иуда, Вениамин, Шемаия, Иеремия,</verse>
				<verse number="35">трупа тытнӑ священниксем тата Ионафан ывӑлӗ Захария, — Ионафан вара — Шемаия ывӑлӗ, Шемаия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Михей ывӑлӗ, Михей — Закхур ывӑлӗ, Закхур — Асаф ывӑлӗ, —</verse>
				<verse number="36">тата унӑн тӑванӗсем: Шемаия, Азариил, Милалай, Гилалай, Маай, Нафанаил, Иуда тата Хананий пычӗҫ, вӗсем пурте Турӑ ҫынни Давид тутарнӑ кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ тытнӑччӗ; вӗсен умӗнчен Ездра кӗнекеҫӗ пычӗ.</verse>
				<verse number="37">Вӗсем, Ҫӑлкуҫ хапхи патӗнчен иртсе, Давид ҫурчӗ ҫумӗнчи картлашкапа хӑпарчӗҫ те, Давид ҫурчӗ тӗлӗнчен иртсе, тухӑҫ енчи Шыв хапхи еннелле кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="38">Юрӑҫсен тепӗр ушкӑнӗ вӗсене хирӗҫ пычӗ, ун хыҫҫӑн эпӗ тата ҫур халӑх пычӗ, Кӑмака пашнинчен пуҫласа Анлӑ хӳме патне ҫитиччен хӳме тӑрӑх пытӑмӑр,</verse>
				<verse number="39">Ефрем хапхипе Кивӗ хапхаран, Пулӑ хапхипе Хананел пашнинчен, Меа пашнинчен иртсе, Сурӑх хапхи патне ҫитрӗмӗр, Тӗрме хапхи умӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр.</verse>
				<verse number="40">Унтан юрӑҫсен икӗ ушкӑнӗ те Турӑ Ҫурчӗ патӗнче чарӑнса тӑчӗ, эпӗ те, манпа пӗрле пуҫлӑхсен ҫур йышӗ те унтахчӗ,</verse>
				<verse number="41">унти священниксем: Елиаким, Маасея, Миниамин, Михей, Елиоенай, Захария, Ханания — вӗсем пурте трупа тытнӑччӗ,</verse>
				<verse number="42">тата Маасея, Шемаия, Елеазар, Уззий, Иоханан, Малхия, Елам, Езер пулчӗҫ. Юрӑҫсем хыттӑн янӑраттарса юрларӗҫ; аслийӗ вӗсен Израхия пулчӗ.</verse>
				<verse number="43">Вара ҫав кун пысӑк парнесем кӳтӗмӗр, савӑнтӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ вӗсене пысӑк савӑнӑҫ пачӗ. Хӗрарӑмсем те, ача-пӑча та питӗ хаваслӑччӗ, Иерусалимӑн хавасӗ аякка-аякка илтӗнсе тӑчӗ.</verse>
				<verse number="44">Ҫав кунах эпир тата управӑш-пӳлӗмсене пӑхса тӑма ҫынсем уйӑртӑмӑр: вӗсен ӗнтӗ малтанхи ҫимӗҫсемшӗн, вуннӑмӗш пайшӑн яваплӑ пулмаллаччӗ, священниксемпе левитсене саккун тӑрӑх тивӗҫекен пая кашни хула ҫывӑхӗнчи уй-хиртен пуҫтарса тӑмаллаччӗ. Иудейсем ӗнтӗ кӗлӗ тӑвакан священниксемпе левитсене курса тем пекех хӗпӗртерӗҫ!</verse>
				<verse number="45">Кусем вара, Давидпа унӑн Соломон ывӑлӗ хунӑ йӗркепе, хӑйсен Туррине ӗҫлесе тӑчӗҫ, пурне те кӗлтуса тасатрӗҫ, вӗсем юрларӗҫ те, хапха умӗнче те тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="46">Ӗнтӗ тахҫанах, Давидпа Асаф вӑхӑтӗнчех, юрӑҫсене ертсе пыраканӗсем пулнӑ, ҫавӑн чухнех Турра мухтаса та тав туса юрламалли юрӑсем юрланӑ.</verse>
				<verse number="47">Зоровавель вӑхӑтӗнче те, Неемия вӑхӑтӗнче те израильсем пурте юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене кашни кунлӑха пай уйӑрса панӑ, левитсене вара Турра кӳрекен парнерен тивӗҫекен таса пая панӑ, левичӗсем ӑна Аарон ывӑлӗсене парса тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫав кун Моисей кӗнекине халӑх валли сасӑпа вуланӑ чухне ҫапла ҫырнине тӗл пулнӑ: «Аммон ҫынни, Моав ҫынни ӗмӗрне те Турӑ халӑхӗн йышне кӗреймӗ,</verse>
				<verse number="2">мӗншӗн тесессӗн вӗсем Израиль ывӑлӗсене ҫӑкӑрпа-шывпа кӗтсе илмен, вӗсене хирӗҫ тӑрса ылханмашкӑн Валаама тара тытнӑ, анчах пирӗн Туррӑмӑр ылхана пиллӗхе ҫавӑрчӗ» тенӗ кӗнекере.</verse>
				<verse number="3">Ҫак саккуна илтсессӗн, вӗсем ют йӑхсемпе мӗн ҫыхӑннине пурне те Израильрен уйӑрнӑ.</verse>
				<verse number="4">Унччен маларах вара Туррӑмӑр Ҫурчӗ ҫумӗнчи пӳлӗмсене пӑхса тӑма шаннӑ Елиашив священник, Товия хурӑнташӗ,</verse>
				<verse number="5">Товияна пысӑк пӳлӗм хатӗрлесе панӑ, унччен ҫав пӳлӗмре тырӑ-пулӑ парни, латӑн, савӑт-сапа тытнӑ пулнӑ, левитсене, юрӑҫсене тата хапха хуралҫисене саккун тӑрӑх тивӗҫекен вуннӑмӗш пая та — тырпулӑн, эрехӗн, ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне — ҫавӑнта хунӑ пулнӑ; священниксем валли илсе килнӗ пая та ҫавӑнтах хурса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакӑ ӗҫ пулса иртнӗ чухне эпӗ Иерусалимра пулман: Вавилон патши Артаксеркс вӑтӑр иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ патша патне кайнӑччӗ; темиҫе кун иртсессӗн, патшаран каялла таврӑнма ирӗк ыйтса илтӗм.</verse>
				<verse number="7">Иерусалима килсессӗн, эпӗ Елиашив тунӑ начар ӗҫ ҫинчен, Товияна Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче пӳлӗм пани ҫинчен, пӗлтӗм,</verse>
				<verse number="8">ҫакӑ мана питех те тарӑхтарчӗ, эпӗ вара Товия япалисене пурне те пӳлӗмрен кӑларса ывӑтрӑм,</verse>
				<verse number="9">пӳлӗмсене тасатма каларӑм, унта каллех Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене, тырӑ-пулӑ парнипе латӑна кӗртсе хума хушрӑм.</verse>
				<verse number="10">Тата ҫакна та пӗлтӗм эпӗ: левитсене вӗсен пайне памаҫҫӗ иккен, хӑйсен ӗҫне туса пурӑннӑ левитсемпе юрӑҫсем вара кашниех хӑйӗн ҫӗрне тара-тара кайнӑ-мӗн.</verse>
				<verse number="11">Ҫакӑншӑн эпӗ пуҫлӑхсене хытах ятларӑм: мӗншӗн Турӑ Ҫуртне юхӑнтарса янӑ? терӗм. Вара пӑрахса кайнисене пуҫтартӑм та хӑйсен вырӑнне лартса тухрӑм.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ иудейсем пурте пурлӑх управӑшӗсене тырӑпа эрехӗн, ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне кӳрсе тӑма пуҫларӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Вара пурлӑх управӑшӗсене пӑхса тӑма Шелемия священника, Садок кӗнекеҫӗне, Федаия левита лартрӑм, Ханана — Матфания ывӑлӗн Закхурӑн ывӑлне — вӗсене пулӑшса тӑраканӗ турӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем шанчӑклӑ ҫынсем шутланатчӗҫ. Вӗсен ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене пай валеҫсе парса тӑмаллаччӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй Туррӑм, мана ҫакӑншӑн асна илсемччӗ, Туррӑм Ҫурчӗшӗн, унта тумалли ӗҫсемшӗн эпӗ епле тӑрӑшнине, тимленине манӑҫа ан хӑварсамччӗ!</verse>
				<verse number="15">Ҫав кунсенче эпӗ Иерусалимра шӑматкун та юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли тӗшӗрнине, кӗлте турттарнине, ашаксем ҫине эрех, иҫӗм ҫырли, смоква тата ытти япала тиесе Иерусалима иле-иле кайнине куртӑм. Ҫав кунхине апат-ҫимӗҫ сутакансене эпӗ ҫавӑн чухнех хытӑ асӑрхаттартӑм.</verse>
				<verse number="16">Иерусалимра пурӑнакан Тир ҫыннисем пулӑ тата ытти тавар иле-иле килсе шӑматкун Иерусалимра Иудея ҫыннисене сутатчӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вара ятлӑ-сумлӑ иудейсене хытах асӑрхаттартӑм: мӗншӗн эсир усал ӗҫ тӑватӑр, шӑматкуна ирсӗрлететӗр?</verse>
				<verse number="18">Аҫӑрсем те ҫапла туман-и-ха? ҫавӑншӑн мар-и-ха Туррӑмӑр пирӗн ҫине, ҫак хула ҫине синкер-сехмет янӑ? Эсир вара шӑматкуна ирсӗрлетсе Израиль ҫине тата вӑйлӑрах ҫилӗ ҫитеретӗр, терӗм.</verse>
				<verse number="19">Ҫакӑн хыҫҫӑн шӑматкун умӗн, Иерусалим хапхисем умӗнче тӗттӗмленсен, эпӗ алӑксене питӗрсе илме хушрӑм, вӗсене шӑматкун иртсе кайиччен ан уҫӑр терӗм. Шӑматкун нимӗнле ҫӗклем те хулана ан кӗрейтӗр тесе хам тарҫӑмсене те хапхасем умне тӑратрӑм.</verse>
				<verse number="20">Пӗр-икӗ хутчен вара тӗрлӗ тавар сутакансемпе улшуҫсем Иерусалим тулашӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Ӗнтӗ эпӗ вӗсене хытах каларӑм: мӗншӗн эсир хӳме ҫумӗнче ҫӗр каҫатӑр? Тата тепре ҫапла тусассӑн, эпӗ сире вӑйпах хӑваласа ярӑп, терӗм. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем шӑматкун килме пӑрахрӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Вара шӑматкун тасалӑхне уямашкӑн эпӗ левитсене кӗлтуса тасалма, ун хыҫҫӑн хапхасем умӗнче хуралта тӑма хушрӑм. Эй Туррӑмҫӑм, ҫакӑншӑн асна илсемччӗ мана, Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхупа хӗрхенсемччӗ мана!</verse>
				<verse number="23">Тата ҫав кунсенче эпӗ Азот, Аммон, Моав хӗрӗсене качча илнӗ иудейсене куртӑм:</verse>
				<verse number="24">ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсен ҫур ачи-пӑчи азотла е урӑх халӑх чӗлхипе калаҫать, иудейла калаҫма пӗлмест.</verse>
				<verse number="25">Ҫав упӑшкасене ҫакӑншӑн ятларӑм эпӗ, ылхантӑм, хӑшне-пӗрне хӗнерӗм те, ҫӳҫрен тӑпӑлтартӑм. Вӗсене Турӑ ячӗпе тупа тутарса ҫапла каларӑм: хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсем валли, хӑвӑр валли ан илӗр.</verse>
				<verse number="26">Соломон, Израиль патши, ҫапла ҫылӑха кӗменччӗ-и-ха? Тӗрлӗ халӑхсем хушшинче ун пек патша пулман. Ӑна Турӑ юратнӑ, Турӑ ӑна пӗтӗм Израиль патшине лартнӑ, анчах ют ҫӗртен илнӗ арӑмӗсем ӑна та ҫылӑха кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="27">Халӗ ӗнтӗ пирӗн эсир те ҫавӑн пек усалран та усал ӗҫ туни ҫинчен, ют ҫӗр арӑмӗсемпе пурӑнса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗни ҫинчен илтсе тӑмалла-и? терӗм.</verse>
				<verse number="28">Иоиада аслӑ священникӑн Елиашивӑн ывӑлӗччӗ. Унӑн пӗр ывӑлӗ Хорон ҫыннин Санаваллатӑн хӗрне качча илнӗччӗ. Эпӗ ӑна ҫак вырӑнтан хӑваласа ятӑм.</verse>
				<verse number="29">Эй Туррӑмҫӑм, астутар вӗсене: вӗсем священник ятне, священниксемпе левитсем хывнӑ халала вараларӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Ҫапла эпӗ вӗсене ютпа мӗн ҫыхӑннинчен пӗтӗмпех тасатрӑм, кашни ҫыннине хӑй вырӑнне тӑратса, священниксемпе левитсен Турӑ умӗнчи ӗҫне ҫӗнӗрен пуҫласа ятӑм,</verse>
				<verse number="31">каласа хунӑ вӑхӑтра вутӑ, малтанхи ҫимӗҫе кӳрсе тӑрассине те йӗркелерӗм. Эй Туррӑмҫӑм, эпӗ ырӑ тунине асна илсемччӗ!</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="17">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">[Ҫакӑн хыҫҫӑн] Артаксеркс вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ, — ҫав Артаксеркс Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑнӑ, —</verse>
				<verse number="2">Артаксеркс патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, патшара ларнӑ чухне,</verse>
				<verse number="3">патшара ларни виҫҫӗмӗш ҫул ҫине кайсан, вӑл хӑйӗн аслӑ улпучӗсем валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем валли, Персипе Миди ҫарӗсен тӗп пуҫлӑхӗсем валли, хӑй ҫӗрӗсене пӑхса тӑракансем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ,</verse>
				<verse number="4">вӑл унта хӑй патшалӑхӗн аслӑ мулне, хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан чапне кӑтартнӑ, нумая, ҫӗр сакӑрвунӑ куна, тӑсӑлнӑ ҫав уяв.</verse>
				<verse number="5">Кайран, ҫав кунсем иртсе кайсан, патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, пурӑнакан хӑй халӑхӗ валли, пӗтӗм ватти-вӗтти валли, патша керменӗ ҫумӗнчи сат картишӗнче ҫичӗ куна тӑсӑлакан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ.</verse>
				<verse number="6">Унта мрамор юпасем ҫине кӗмӗл урлавсем хурса, ҫӳхе йӗтӗн пире тата хӗрхӗлтӗм ҫӑм пире шурӑ виссонран, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тунӑ кантрасемпе карӑнтарса хӳтӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="7">Саккисем ылтӑн та кӗмӗл пулнӑ, урайне симӗс тӗслӗ чул, мрамор, ахах тата хура тӗслӗ чул сарнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ӗҫмеллине ылтӑн савӑтсемпе, вӑтӑр пин талант тӑракан тӗрлӗ савӑтсемпе панӑ; патши пуян пулнӑран патша эрехӗ те тем-тем тӗрлӗ пулнӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ ӗретлӗ те танлӑ пынӑ, никам та никама хистемен, мӗншӗн тесессӗн патша хӑй керменӗнче ӗҫлекенсене ҫавӑн пек тума, кашни ҫын кӑмӑлне шута илме хушнӑ.</verse>
				<verse number="9">Патша майри Астинь те Артаксеркс патша керменӗнче хӗрарӑмсем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ пухнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫиччӗмӗш кунӗнче, чун-чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсан, Артаксеркс патша хӑй умӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫичӗ хайранне — Мегуман, Бизфа, Харбона, Бигфа, Авагфа, Зефар тата Каркас хайрансене — ҫапла тума хушнӑ:</verse>
				<verse number="11">вӗсем патша майрине Астине чӗнсе килччӗр, вӑл мӗнешкел хитре пулнине халӑхсене, аслӑ улпутсене кӑтартма, ӑна, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑскерне, патша умне тӑратчӑр, мӗншӗн тесессӗн Астинь, чӑнах та, ытарайми хӳхӗм пулнӑ.</verse>
				<verse number="12">Анчах та патша майри Астинь патша хӑйӗн хайранӗсем урлӑ хушнине тума, унта пыма килӗшмен.</verse>
				<verse number="13">Патша питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ, тилӗрсех кайнӑ. Патша вара вӑхӑта пӗлекен ӑсчахсемпе канашласа илнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗҫсене саккунпа права йӗркисене пӗлекенсем умӗнче татса панӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ун чухне унӑн чи ҫывӑх ҫыннисем, патша сӑнне курса тӑракансем, патшалӑхри пӗрремӗш ҫынсем, Персипе Миди ҫӗрӗсен ҫичӗ аслӑ улпучӗ: Каршена, Шефар, Адмафа, Фарсис, Мерес, Марсена тата Мемухан пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Патша ҫак ҫынсенчен ыйтнӑ: Артаксеркс патшана итлеменшӗн, хӑйне хайрансем урлӑ мӗн хушнине туманшӑн патша майрине Астине саккун тӑрӑх мӗнле айӑпламалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Мемухан вара патшапа аслӑ улпутсем умӗнче каланӑ: Астинь пӗр патша умӗнче ҫеҫ мар, пур аслӑ улпут умӗнче те, Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи пур халӑх умӗнче те айӑплӑ;</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн патша майри мӗн туни ҫинчен ытти арӑмсем пӗлӗҫ те хӑйсен упӑшкисене хисеплеми пулӗҫ, «Артаксеркс патша Астине, патша майрине, хӑй умне чӗнтернӗ, анчах лешӗ пыман» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Халь ӗнтӗ Персипе Миди ҫӗрӗнчи аслӑ улпутсен арӑмӗсем те, патша майри мӗн тунине илтсессӗн, патшан пур аслӑ ҫыннине те ҫавӑн пекех калӗҫ; хисеплеменни, намӑс курмалли чылай пулӗ.</verse>
				<verse number="19">Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӑл ҫирӗп хушу кӑлартӑр: Астинь ӗнтӗ Артаксеркс патша умне урӑх ан курӑнтӑр, ун хисеплӗ вырӑнне патша урӑххине, унран лайӑхраххине, патӑр, ҫак йӗрке Персипе Миди саккунӗсене кӗрсе ҫирӗплентӗр, ӑна каялла тумалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="20">Патшалӑх темле пысӑк пулсан та, патша хушӑвӗ пӗтӗм ҫӗршывӗпе саланӗ, ун ҫинчен илтсен кирек мӗнле арӑм та хӑй упӑшкине хисеплӗ, ун сӑмахӗнчен иртеймӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫак сӑмах патшана та, аслӑ улпутсене те килӗшнӗ; патша вара Мемухан каланӑ пек тунӑ.</verse>
				<verse number="22">Патша ҫӗрӗсене пур вырӑна та «килте упӑшки хуҫа пултӑр» текен хут янӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, ҫакна кашни ҫынна унӑн тӑван чӗлхипе пӗлтерме хушнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫилли иртсе кайсассӑн, Артаксеркс патша Астине, вӑл мӗн тунине, ӑна халӗ мӗн кӗтнине аса илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла,</verse>
				<verse number="3">хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр;</verse>
				<verse number="4">патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр. Ҫак сӑмахсем патша кӑмӑлне килнӗ те, вӑл вара ҫавӑн пек тунӑ.</verse>
				<verse number="5">Сузӑ хулинче, тӗп хулара, Мардохей ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, вӑл Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ иудей ҫынни пулнӑ, ун ашшӗ Иаир пулнӑ, Иаир ашшӗ — Семей, Семей ашшӗ Кис пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл Иудея патшипе Иехонияпа пӗрле илсе килнӗ тыткӑнри ҫынсем хушшинче пулнӑ, вӗсене Иерусалим хулинчен Вавилон патши Навуходоносор илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл Гадассӑна, — ку ӗнтӗ Эсфирь пулать, — хӑй тӑванӗн хӗрне, пӑхса ҫитӗнтернӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗн ашшӗ те, амӑшӗ те пулман. Ҫав хӗр пӗвӗ-сийӗпе те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗпе те ытармалла мар пулнӑ. Ун ашшӗ-амӑшӗ вилсен Мардохей ӑна, хӑй патне илсе, тӑван хӗрӗ вырӑнне хунӑ.</verse>
				<verse number="8">Халӑха патша мӗн хушнине пӗлтерсен, тӗп хулана, Сузӑ хулине, Гегай патне хӗрсене пуҫтарсан, вӗсен хушшинче Эсфирь те пулнӑ, вӑл та патша ҫуртне арӑмсене сыхлакан Гегай патне лекнӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫак хӗр ун куҫне кӑмӑллӑ пулнӑ; Гегай ӑна ырӑ тума тӑрӑшнӑ, вӑл ӑна ҫийӗнчех ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем тата ятарлӑ апат-ҫимӗҫ панӑ. Тата ӑна ӗҫлесе тӑмашкӑн керменри чи лайӑх хӗр тарҫӑсенчен ҫиччӗшне суйласа илнӗ те Эсфирьпе унӑн тарҫисене хӗрарӑм ҫуртӗнчи чи лайӑх уйрӑма вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="10">Эсфирь хӑй халӑхӗ ҫинчен те, хӑйӗн тӑванӗсем ҫинчен те нимӗн те шарламан, мӗншӗн тесессӗн Мардохей ӑна нимӗн те калама хушман.</verse>
				<verse number="11">Эсфирь сывлӑхне пӗлме, вӑл мӗнле пурӑннине пӗлме Мардохей кашни кунах хӗрарӑм ҫурчӗн картишне пыра-пыра кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Хӗрарӑма илем кӗртес тесе мӗн тумаллине туса ҫитерсен, хӗрсене вуникӗ уйӑх хушши хатӗрлесен — шӑпах ҫак вӑхӑт хушши сӗрӗннӗ вӗсем: ултӑ уйӑх мирӑ ҫӑвӗпе, ултӑ уйӑх ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе тата тӗрлӗ сӗрӗшпе сӗрӗнсен —</verse>
				<verse number="13">хӗрӗн Артаксеркс патша патне кӗмелли вӑхӑт ҫитнӗ. Хӗрарӑм ҫуртӗнчен патша ҫуртне кайнӑ чухне вӑл кирек мӗн ыйтсассӑн та, ӑна ҫавна пурне те панӑ.</verse>
				<verse number="14">Унта вӑл каҫпа кӗнӗ, ирхине тепӗр ҫурта, патша хайранӗ Шаазгаз тӗрӗслесе-сыхласа тӑракан ҫурта, ҫум-арӑмсен ҫуртне, таврӑннӑ; патша патне урӑх кӗмен ӗнтӗ вӑл — патшан унпа пулас кӑмӑлӗ пулсан ҫеҫ ӑна ятран чӗнсе илме пултарнӑ.</verse>
				<verse number="15">Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман. Эсфире курнӑ ҫынсен кӑмӑлӗсем пурте ун енне ҫаврӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Эсфире вара Артаксеркс патша патне, патша ҫуртне, илнӗ, ку вуннӑмӗш уйӑхра, урӑхла каласан тебеф уйӑхӗнче, Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="17">Патша Эсфире ытти арӑмӗсенчен ытларах юратнӑ; вӑл ӑна пур хӗрсенчен те ытларах кӑмӑлланӑ, килӗштернӗ; вӑл ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ та Астинь вырӑнне патша майри тунӑ.</verse>
				<verse number="18">Эсфирь ячӗпе патша хӑйӗн пур аслӑ улпучӗ валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлекенсем валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, ҫӗрсене ҫӑмӑллӑхсем кӳнӗ, патшалла тараватлӑн хаклӑ парнесем салатнӑ.</verse>
				<verse number="19">Иккӗмӗш хут хӗр пуҫтарнӑ чухне Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ.</verse>
				<verse number="20">Эсфирь, Мардохей хытарнине асра тытса, унчченхи пекех хӑй тӑванӗсем ҫинчен те, хӑй халӑхӗ ҫинчен те нимӗн те шарламан; вӑл Мардохей сӑмахне халӗ те ун килӗнче пурӑннӑ чухнехи пекех итленӗ.</verse>
				<verse number="21">Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ чухне патшан икӗ хайранӗ, — Гавафа тата Фарра, — алӑк уратине хураллакансем, [Мардохее ҫапла хисепленӗшӗн] вӗчӗхнӗ, вара вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме шут тытнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫакна илтсессӗн Мардохей ӑна патша майрине Эсфире пӗлтернӗ, Эсфирь вара ун ятӗнчен патшана каласа панӑ.</verse>
				<verse number="23">Ӗҫе тӗпчесе-тӗрӗслесе тухнӑ хыҫҫӑн йӑлтах тӳрре килнӗ, вара иккӗшне те йывӑҫран ҫакса вӗлернӗ. Мардохейӗн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен патша куҫӗ умӗнчех ҫулсеренхи кӗнекене ҫырса хӑварнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Артаксеркс патша Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — ҫӗкленӗ, ӑна хӑйӗн пур улпутӗнчен те ҫӳле хурса чапа кӑларнӑ;</verse>
				<verse number="2">патша таврашӗнчи ҫынсем, патша хапхи умӗнче тӑракансем пурте Аман умӗнче тайӑлнӑ, ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша ҫапла тума хушнӑ. Мардохей вара тайӑлман та, ӳксе те пуҫҫапман.</verse>
				<verse number="3">Патша патӗнче, патша хапхи умӗнче ӗҫлесе тӑракансем Мардохее каланӑ: эсӗ мӗншӗн патша хушнӑ пек тумастӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем Мардохее кашни кун ҫапла каланӑ, вӑл вӗсене пӗрех итлемен, вара вӗсем Мардохей хӑйсене пӗлтернине — вӑл иудей ҫынни пулнине — Амана евитлесе панӑ, вӗсен Мардохей хӑй сӑмахӗнчен чакнипе чакманнине пӗлес килнӗ.</verse>
				<verse number="5">Мардохей пуҫ тайманнине, хӑйӗн умне ӳксе пуҫҫапманнине курсассӑн, Аман тарӑхса кайнӑ, унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӗр Мардохее хӑйне ҫеҫ вӗлерни уншӑн питӗ сахал пек туйӑннӑ; ӑна ӗнтӗ Мардохей хӑш халӑх ҫынни иккенне каласа панӑ; Аман вара Мардохейӗн пӗтӗм халӑхне, Артаксеркс патшалӑхӗнчи мӗнпур иудее пӗтерме шут тытнӑ.</verse>
				<verse number="7">[Мардохей халӑхне хӑш кунра, хӑш уйӑхра пӗтермеллине палӑртас шутпа] Артаксеркс вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пӗрремӗш уйӑхра, нисан ятлӑ уйӑхра, [канаш ирттернӗ,] Аман умӗнче кашни кун тӗлӗшпе, кашни уйӑх тӗлӗшпе пур сиктернӗ, урӑхла каласан шӑпа янӑ, шӑпи вуниккӗмӗш уйӑха, адар уйӑхне, тухнӑ.</verse>
				<verse number="8">Аман вара Артаксеркс патшана каланӑ: сан патшалӑхунта ҫавӑн пек пӗр халӑх пур, вӑл пӗтӗм ҫӗршывӗпе ытти халӑхсем хушшинче саланса-сапаланса пурӑнать; вӗсен саккунӗсем пур халӑхсен саккунӗсенчен те урӑхла, вӗсем патша саккунӗсене итлемеҫҫӗ; патшан вӗсене ахаль хӑварма юрамасть.</verse>
				<verse number="9">Патша хирӗҫ мар пулсассӑн, вӑл ҫав халӑха пӗтерме хуштӑр, эпӗ вара патша хысни валли хыснаҫӑсен аллине вунӑ пин талант кӗмӗл виҫсе парӑп.</verse>
				<verse number="10">Патша ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ ҫырнӑ хута пусса ҫирӗплетме пӳрнинчи ҫӗррине Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — хывса панӑ.</verse>
				<verse number="11">Патша Амана каланӑ: кӗмӗлӗ хӑвнах пултӑр, халӑхӗпе вара мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнсе илнӗ, вӗсем Аман мӗн хушнине ҫырса илнӗ, ҫакна ӗнтӗ патшанӑн аслӑ пуҫлӑхӗсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, [Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне,] кашни халӑх пуҫлӑхӗсем патне ҫитермелле пулнӑ, ҫав хута ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ; пурне те Артаксеркс патша ятӗнчен ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ.</verse>
				<verse number="13">Хучӗсене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, вӗсен ӗнтӗ пӗтӗм иудее, ватти-вӗттине, ачи-пӑчине, хӗрарӑмсене пӗр кунра — вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче — пӗтерме, вӗлерме, кӑклама, вӗсен пурлӑхне тӗппипе ҫаратма хушакан хута патша ҫӗрӗнчи кашни кӗтесе ҫитермелле пулнӑ. [Ҫакӑн пек хут пулнӑ вӑл: Аслӑ Артаксеркс патша — Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗр пуҫлӑхне тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан вырӑнти пуҫлӑхсене. Чылай халӑх патши пулса, пӗтӗм тӗнчене алӑра тытса, эпӗ, хамӑн вӑйӑмпа-хӑватӑмпа мӑнаҫланмасӑр, патшалӑха йӑвашшӑн та лӑпкӑн тытса пырса, хама пӑхӑнса тӑракан халӑхсем яланах савӑнӑҫлӑ та тату пурӑнӑҫпа пурӑнччӑр тесе тӑрӑшатӑп, патшалӑхӑмра вӑрҫӑ-харҫӑ ан пултӑр, унта пӗр чикӗрен пуҫласа тепӗр чикӗ таран ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе сӑнаса тӑратӑп, пур халӑх та ӗмӗтленекен тӑнӑҫлӑх ҫиттӗр-ҫирӗплентӗр тетӗп. Хама канаш паракансенчен ҫакна мӗнле пурнӑҫламалла-ши, мӗнле тумалла-ши тесе ыйтсан, пирӗн хушшӑмӑрта хӑйӗн ӑстӑнӗпе уйрӑлса тӑракан, пурте кӑмӑллакан-хисеплекен ҫын, пире чунтан парӑннӑскер, патша хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланаканскер, Аман, пире ҫапла ӑнлантарса пачӗ: тӗнчере пӗтӗм йӑх-ӑру хушшине пӗр тӑшманла халӑх хутшӑннӑ иккен, ҫав халӑх хӑйӗн саккунӗ-йӗркипе кирек мӗнле халӑха та хирӗҫлет; ҫав халӑх, эпир тӗп-тӗрӗс те йӗркеллӗ тытса пыракан патшалӑх тата ан вӑйлантӑр тесе, патша хушнине нихӑҫан та хисеплемест-итлемест. Ӗнтӗ пур ҫынна та ялан ҫак пӗртен-пӗр халӑх ҫеҫ хирӗҫ тӑнине пӗлсен, вӗсем саккунсене хирӗҫлекен йӗркесемпе пурӑннине пӗлсен, пирӗн патшалӑхӑмӑрта ҫителӗклӗ пурӑнӑҫ ан пултӑр тесе, пире хирӗҫ тӑрса тискер ӗҫсем тунине пӗлсен, эпир Аман ҫырӑвӗнче, пӗтӗм ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракан, хамӑрӑн иккӗмӗш аттемӗр Аман ҫырӑвӗнче, кӑтартнӑ ҫынсене пӗтӗм килӗ-йышӗпе, ачи-пӑчипе вӗлерсе тухма хушрӑмӑр, вӗсене кӑҫалхи вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӗрхенмесӗр хӗҫпе вакламалла, тӗппипех пӗтермелле, ҫавсене — унччен те, халӗ те пире курайман ҫынсене — пӗр кунра вӑйпах ҫӗр тӗпне ҫапса антармалла, вара вӗсем пире малашне ӗмӗрӗпе тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма чӑрмантараймӗҫ.]</verse>
				<verse number="14">Ҫак хушу саккунпа танах шутланнӑ, ҫавӑнпа та, пурте палӑртса хунӑ куна хатӗрленсе тӑччӑр тесе, ӑна ҫырса илсе кашни ҫӗре, кашни халӑха пӗлтерсе тухмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Хыпарҫӑсем патша хушӑвне хӑвӑрт салатнӑ. Ӑна тӗп хулара, Сузӑ хулинче те, пӗлтернӗ; патшапа Аман ӗҫкӗ-ҫикӗре ларнӑ, Сузӑ хули вара пӑлханса-шуйханса ӳкнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Мӗн пулса иртнине пӗлсессӗн, Мардохей ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, тусанпа сапӑнса, хула тӑрӑх пӗтӗм чун хавалӗпе кӑшкӑрса [пӗр айӑпсӑр халӑха пӗтереҫҫӗ! тесе] йӗрсе пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл патша хапхи патне ҫитнӗ [те чарӑнса тӑнӑ], мӗншӗн тесессӗн шала хуйхӑ тумӗпе [тата тусан сапӑнса] кӗме юраман.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ патша хушӑвӗ ҫитнӗ пур вырӑнта та, пур ҫӗрте те иудейсем хуйха ӳкнӗ, вӗсем типӗ тытнӑ, йӗнӗ, кӑшкӑрса макӑрнӑ; нумайӑшӗн ӗнтӗ выртса тӑран вырӑнӗ хуйхӑ тумтирӗ те тусан пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Эсфирь патне хӑйӗн хӗрарӑм тарҫисемпе хайранӗсем пынӑ та ӑна пӗтӗмпе каласа панӑ, вара патша майри шуйхансах ӳкнӗ. Мардохей хуйхӑ тумне хывса урӑххи тӑхӑнтӑр тесе, вӑл ун патне тум ӑсаттарнӑ. Анчах Мардохей ӑна йышӑнман.</verse>
				<verse number="5">Вара Эсфирь патшанӑн пӗр хайранне — патша ятарласа ун ҫумне тӑратнӑ Гафаха — чӗнсе илсе ӑна Мардохейрен ыйтса пӗлме янӑ: мӗн ку, мӗне пула сиксе тухнӑ ку?</verse>
				<verse number="6">Гафах ӗнтӗ патша хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта ларакан Мардохей патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ;</verse>
				<verse number="8">Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].</verse>
				<verse number="9">Гафах каялла килнӗ те Эсфире Мардохей сӑмахӗсене каласа панӑ.</verse>
				<verse number="10">Эсфирь ӗнтӗ Гафаха Мардохей патне ҫапла калама янӑ:</verse>
				<verse number="11">патша таврашӗнче ӗҫлекенсем те, патша ҫӗрӗнчи халӑхсем те пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ: патша чӗнмесӗр унӑн шалти картишне кӗнӗ кирек мӗнле арҫынна та, кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗр айӑп кӗтет — вилӗм; патша хӑйӗн ылтӑн туйине кам енне тӑсать — ҫавӑ ҫеҫ чӗрӗ юлать. Мана вара патша патне вӑтӑр кун чӗнмен.</verse>
				<verse number="12">Мардохее Эсфирь сӑмахне пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="13">Мардохей Эсфире хуравласа каланӑ: эсӗ, пӗтӗм иудейсенчен пӗри, унта, патша керменӗнче, ҫӑлӑнса юлӑп-ха тесе ан шутла.</verse>
				<verse number="14">Ҫак вӑхӑтра эсӗ нимӗн те каламасан, иудейсем валли ҫӑлӑнӑҫпа ирӗклӗх урӑх ҫӗртен ҫитӗ, эсӗ вара пӗтетӗн, аҫу килӗ те пӗтӗ. Кам пӗлет, ҫак вӑхӑтра, тен, эсӗ ахальтен мар патша майри пулма тивӗҫрӗн? тенӗ Мардохей.</verse>
				<verse number="15">Эсфирь Мардохее ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="16">кай та Сузӑ хулинчи пӗтӗм иудее пуҫтар, вара маншӑн типӗ тытӑр, виҫӗ кун хушши кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ан ҫийӗр, ан ӗҫӗр, эпӗ те хамӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле типӗ тытӑп, кайран патша патне кайӑп, ку ӗнтӗ йӗркене хирӗҫ туни пулсан та кайӑп, вилес пулсан — вилӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Мардохей вара кайнӑ та Эсфирь хушнӑ пек тунӑ. [Вӑл Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ӗҫне асӑна-асӑна тархасланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Патшамӑм, Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑм! Пурте Санӑн аллунта, Эсӗ Израиле ҫӑлас тесен, Сана никам та хирӗҫ пулаймӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре, тӳпе айӗнчи пӗтӗм кӗтрете пултарнӑ; Эсӗ — пуринӗн Ҫӳлхуҫи, Сана, Ҫӳлхуҫана, хирӗҫ тӑма пултаракан никам та ҫук. Эсӗ пурне те пӗлетӗн; эпӗ мухтава юратакан Амана пуҫҫапмарӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ мӗншӗн ҫапла тунине Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ ҫакна ҫынна кӳрентерес тесе туман, мӑнаҫланнипе те, чыса кӑмӑлланипе те туман, Израиле ҫӑласшӑн эпӗ Аман ури йӗррине хаваспах чуптунӑ пулӑттӑм; эпӗ ҫакна этем чапне Турӑ чапӗнчен ҫӳле хурас мар тесе, Сансӑр, Ҫӳлхуҫамӑмсӑр, пуҫне никама та пуҫҫапас мар тесе турӑм; эп куна мӑнаҫланнипе тумастӑп. Халӗ те, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Патша, Авраам Турри, Хӑвӑн халӑхна хӗрхенсем — ӗнтӗ пире пӗтерме, Санӑн ӗмӗрхи еткерне кӑклама каварлашаҫҫӗ; Хӑвӑн халӑхна ан пӑрах, Эсӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен Хӑвӑн валли ҫӑлса тухрӑн; манӑн кӗллӗме илтсем, Хӑвӑн еткерне хӗрхенсем, хура-шур вырӑнне савӑнӑҫ парсам пире; пирӗн, чӗрӗ юлса, Санӑн ятна мухтаса юрласчӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвна мухтакана ан пӗтерсем! тенӗ Марходей. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ те чун-чӗререн тархасланӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен вилӗмӗ куҫ умӗнчех тӑнӑ. Вилесле хуйха ӳкнӗ патша майри Эсфирь те Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ, чаплӑ тумне хывса пӑрахса хуйхӑпа куҫҫуль тумтирӗ тӑхӑннӑ, тем тӗрлӗ паха сӗрӗшсем вырӑнне пуҫӗ ҫине кӗлпе тусан сапнӑ, хӑйӗн ӳт-пӗвне хавшатнӑ, унччен, хаваслӑ вӑхӑтра, эрешлетсе илемлетнӗ сӑнне сапаланӑ ҫӳҫӗпе хупӑрласа Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! Пирӗн Патша — пӗртен-пӗр Эсӗ; эпӗ — тӑр-пӗччен, Сансӑр пуҫне манӑн пулӑшаканӑм ҫук, пулӑшсам мана: манӑн инкекӗм хампа юнашарах. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ аттем тата хамӑн ӑрури тӑванӑмсем ҫапла каланине илтнӗччӗ: Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, пур халӑхсем хушшинчен Израиле, пур несӗлсенчен вара пирӗн аттесене ӗмӗрхи еткере суйласа илнӗ, вӗсем валли Хӑв вӗсене мӗн каланине тунӑ. Эпир халӗ Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпир хамӑр тӑшмансен туррисене мухтарӑмӑр, ҫавӑнпа Эсӗ пире вӗсен аллине патӑн: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ яланах тӗрӗс тӑватӑн! Халӗ вӗсене эпир хӑрушӑ чуралӑхра пурӑнни ҫитмест, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен йӗрӗхӗсене тупа турӗҫ — вӗсем Санӑн ӳкӗтне аркатасшӑн, Санӑн еткерне тӗп тӑвасшӑн, Сана мухтаса юрлакансен ҫӑварне хупласшӑн, Санӑн Ҫуртун чапне, Сана парне кӳмелли вырӑнӑн чапне сӳнтересшӗн, халӑхсене суя турӑсене мухтаттарасшӑн, ӗнтӗ этем-патшана ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑласшӑн. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн туюна ҫук турӑсене ан пар, эпир пӗтессе хавасланса ан кӗтчӗр, хӑйсен каварне хӑйсем ҫинех яр, пирӗн ҫинчен элеклекене мӑшкӑл кӑтарт. Аса илсем пире, Ҫӳлхуҫамӑр! ҫак асаплӑ вӑхӑтра курӑнсамччӗ пире, мана хастарлӑх парсамччӗ. Турӑсенӗн Патши, пӗтӗм пуҫлӑхсенӗн Хуҫи! ҫав арӑслан умӗнче калаҫма ман чӗлхем-ҫӑварӑма ҫаврӑнӑҫуллӑ сӑмах парсамччӗ, унӑн чӗрине пире пӗтерме шутлакана курайми тусамччӗ, ҫав элекҫӗпе ун майлисем хӑйсем пӗтчӗр; пире Хӑвӑн аллупа ҫӑлса хӑварсамччӗ, мана та, пӗчченскере, пулӑшсамччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сансӑр пуҫне пулӑшаканӑм ҫук манӑн! Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна. Эпӗ, Санӑн чуру, Аман ӗҫки-ҫикине тутанса пӑхман, патша ӗҫки-ҫикине те хисеплемен эпӗ, суя турӑсене парне кӳнӗ эрехе те тутанман, шӑпам улшӑннӑранпа Санӑн чуру савӑнса курман, Ҫӳлхуҫа, Авраам Турри, эпӗ пӗр Саншӑн ҫеҫ савӑнатӑп. Пурне те пӑхӑнтарса тӑракан Турӑ! шанчӑк ҫухатнисен сассине илтсемччӗ, пире усал сунакансен аллинчен ҫӑлсамччӗ, мана хӑрасси-шикленессинчен хӑтарсамччӗ.]</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Виҫҫӗмӗш кунне Эсфирь, [кӗлтума пӑрахса, хуйхӑ тумне хывса,] патша тумне тӑхӑннӑ, [вара капӑр та селӗмскер, Пурне те Курса Тӑракан Турра, Ҫӑлакана чӗнсе, хӑйпе пӗрле икӗ хӗрарӑм тарҫине илнӗ, ачашлӑхпа лӑпсӑр кайнӑ пек туса, пӗрин ҫине тайӑннӑ, тепӗр тарҫи вара хыҫалтан унӑн тумӗ аркине тытса пынӑ. Илемӗ чечекленсе ҫитнӗрен Эсфирь ытарайми хӳхӗм пулнӑ, пичӗ-куҫӗ, юратупа ҫуталса тӑнӑ евӗр, хаваслӑ курӑннӑ, чӗри вара хӑранипе сиксе чӗтренӗ]. Вӑл патша керменӗн шалти картишӗнче, патша керменӗ умӗнчех, чарӑнса тӑнӑ; патша вара хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче, патша керменӗнче, шӑпах кермене кӗмелли алӑк еннелле пӑхса ларнӑ, [ылтӑн сӑрнӑ, хаклӑ чулсемпе эрешленӗ тум тӑхӑннӑскер, вӑл питӗ хӑрушшӑн курӑннӑ]. Картишӗнче тӑракан Эсфире курсассӑн, патша кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ. [Мухтавпа ҫиҫекен сӑн-питлӗскер, вӑл малтан хаяррӑн пӑхса илнӗ; патша майри шанчӑкне ҫухатса шуйханса ӳкнӗ, вӑйран сулӑннипе унӑн сӑнӗ-пичӗ те улшӑннӑ, вӑл хӑйпе юнашар пыракан хӗрарӑм тарҫӑ ҫумне тайӑннӑ. Турӑ вара патша кӑмӑлне йӑвашлатнӑ, вӑл васкасах хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑнӑ та тӑна кӗреймен Эсфире ыталаса илнӗ. Кайран ӑна ачаш сӑмахсемпе йӑпатнӑ: мӗн пулчӗ сана, Эсфирь? Эпӗ — санӑн тӑвану! ан хӑра, вилместӗн эсӗ: эпир патшалӑха пӗрле тытса тӑратпӑр; кил кунта, тенӗ.]</verse>
				<verse number="2">Патша ӗнтӗ аллинчи ылтӑн туйине Эсфирь енне тӑснӑ, Эсфирь пынӑ та туя вӗҫне сӗртӗннӗ, [патша вара туйине ун мӑйӗ ҫине хунӑ та Эсфире чуптуса: кала мана, тенӗ. Эсфирь каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ сан вырӑнта Турӑ Ангелне курнӑ пекех пултӑм, санӑн мухтаву умӗнче хӑранипе чӗрем чӗтресе кайрӗ; хуҫамӑм, эсӗ тӗлӗнмелле аслӑ, санӑн пит-куҫу тулли тивлет, тенӗ. Анчах та ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче Эсфирь вӑйран кайса ӳкнӗ; патша аптӑраса кайнӑ, унӑн пур тарҫи Эсфире йӑпатнӑ].</verse>
				<verse number="3">Патша ӑна каланӑ: мӗн кирлӗччӗ сана, Эсфирь, эсӗ мӗн ыйтасшӑн? Ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та парӑп сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Эсфирь хуравласа каланӑ: [паян уяв кунӗ маншӑн;] эпӗ паян патша ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлерӗм, кӑмӑлӗ пулсан, патша Аманпа пӗрле ҫавӑнта пытӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Патша каланӑ: Эсфирь ыйтнӑ пек тӑвас, ҫавӑнпа часрах Амана чӗнсе килӗр, тенӗ. Вара патша Аманпа пӗрле Эсфирь хатӗрленӗ ӗҫке-ҫике пынӑ.</verse>
				<verse number="6">Эрех ӗҫнӗ чухне патша Эсфире каланӑ: сана мӗн кирлӗччӗ? Сана кирли пӗтӗмпе пулӗ; эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? Ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та, пурте пулӗ сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Эсфирь ҫапла хуравласа каланӑ: мана акӑ мӗн кирлӗччӗ, эпӗ акӑ мӗн ыйтасшӑнччӗ:</verse>
				<verse number="8">эпӗ патша умӗнче кӑмӑл тупрӑм пулсан, патша мана мӗн кирлине тума, эпӗ мӗн ыйтнине пурӑнӑҫлама кӑмӑллӑ пулсан, вӑл [ыран та] Аманпа пӗрле ман патӑма килтӗрччӗ, эпӗ вӗсен ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлесе хурӑп, ыран вара патша хушнине тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Аман ҫав кун патша керменӗнчен хаваслӑ та кӑмӑллӑ тухнӑ. Анчах та патша хапхи умӗнче ларакан Мардохее курсан, лешӗ ун умӗнче ура ҫине те тӑманнине, вырӑнтан та сикменнине курсан, Аманӑн ӗнтӗ ҫилли тулса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавах Аман хӑйне хӑй тытса чарнӑ. Киле ҫитсен вара тусӗсене тата арӑмне, Зерешь ятлӑскерне, чӗнме хушнӑ.</verse>
				<verse number="11">Аман вӗсене хӑйӗн шутсӑр-сумсӑр мулӗ ҫинчен, ывӑлӗсен йышӗ ҫинчен, патша ӑна мӗнлерех асла хурса чаплӑ улпутсемпе патша ҫумӗнчи ытти ҫынсенчен ҫӳле ҫӗклени ҫинчен каласа панӑ.</verse>
				<verse number="12">Каланӑ Аман: авӑ патша майри Эсфирь те хӑйӗн ӗҫки-ҫикине патшапа мансӑр пуҫне урӑх никама та чӗнмерӗ, мана унта ыран та патшапа пӗрле пыма чӗнчӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Анчах та Мардохей иудей паян кун та патша хапхи умӗнче ларнине курсан, мана ҫав тӗрлӗ чыс та ҫырлахтараймасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Арӑмӗ, Зерешь, тата тусӗсем каланӑ ӑна: аллӑ чике ҫӳллӗш юпа лартчӑр, ирхине патшана кала, Мардохее ҫав юпаран ҫакчӑр, ун хыҫҫӑн вара хавассӑн патшапа пӗрле ӗҫке-ҫике уттар, тенӗ. Ҫак сӗнӳ Амана килӗшнӗ, вӑл вара юпа лартма хушнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа патшана ыйхӑ паман, патша вара [тарҫине] асра тытмалли ӗҫсем ҫинчен ҫырса пыракан кӗнекене, урӑхла каласан Ҫулсеренхи кӗнекене, илсе килме хушнӑ; ӗнтӗ ӑна патша умӗнче вуланӑ.</verse>
				<verse number="2">Унта Мардохей патшанӑн икӗ хайранне — алӑк урати сыхлакан Гавафӑна тата Фаррана, Артаксеркс патшана вӗлерме каварлашнӑскерсене — тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫинчен те ҫырнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ыйтнӑ патша: ҫакӑншӑн Мардохее мӗнле хисеп тунӑ, ун ӗҫне мӗнле палӑртса хӑварнӑ? тенӗ. Патшана пӑхакансем: ӑна нимӗнле те палӑртман, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">[Шӑпах патша Мардохейӗн ырӑ ӗҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ вӑхӑтра кермен картишне Аман ҫитнӗ,] вара патша: картишӗнче кам унта? тенӗ. Аман ун чухне патша ҫурчӗн тулти картишне патшапа калаҫма килнӗ, вӑл ӗнтӗ патша Мардохее ҫакса вӗлерме хуштӑр тенӗ, ҫакӑн валли унӑн юпа та хатӗр пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Патшана тарҫисем каланӑ: авӑ картишӗнче Аман тӑрать, тенӗ. Патша: кӗтӗр вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Аман шала кӗнӗ. Патша каланӑ ӑна: патша пӗр-пӗр ҫынна хисеп-чыс кӑтартма шутланӑ пулсан мӗн тумалла? тенӗ. Аман хӑй ӑшӗнче «мансӑр пуҫне патша тата урӑх кама хисеп тума пултартӑр?» тесе шутласа илнӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли</verse>
				<verse number="8">патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр,</verse>
				<verse number="9">ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.</verse>
				<verse number="10">Патша Амана каланӑ: [лайӑх каларӑн эсӗ;] ху каланӑ пек ту, халех тумтирпе урхамах ил те патша хапхи умӗнче ларакан Мардохей иудее ҫавӑн пек чысла; ху каланинчен нимӗн те сиктерсе ан хӑвар.</verse>
				<verse number="11">Аман вара тумтирпе урхамах илнӗ те Мардохее ҫав тума тӑхӑнтартса, урхамах ҫине лартса хула варрине илсе тухнӑ, ун умӗнчен: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тесе кӑшкӑрса пынӑ.</verse>
				<verse number="12">Мардохей каялла патша хапхи патне таврӑннӑ, Аман вара пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа, пуҫне хупласа, килне васканӑ.</verse>
				<verse number="13">Мӗн пулса иртнине вӑл арӑмне, Зерешь ятлӑскерне, тата хӑйӗн мӗнпур тусне каласа панӑ. Ӑсчахсем тата арӑмӗ, Зерешь, каланӑ ӑна: Мардохей иудей ҫынни пулсан, сан инкекӳсем ӑна пула пуҫланчӗҫ пулсан, эсӗ ӑна ҫӗнтереймӗн, вӑл сана пӗтерет пулӗ, [мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле чӗрӗ Турӑ,] тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем калаҫнӑ хушӑра патша хайранӗсем ҫитнӗ те Амана Эсфирь хатӗрленӗ ӗҫке-ҫике васкатма пуҫланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Патшапа Аман вара патша майри Эсфирь патне ӗҫме-ҫиме пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫак иккӗмӗш кунӗнче те, ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче, патша Эсфире унчченхи пекех каланӑ: Эсфирь, сана мӗн кирлӗччӗ? сана пурӗ те пулӗ; эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та, парӑп сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Патша майри Эсфирь ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: патша, эпӗ санӑн куҫу умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, патшаран ыйтма юрать пулсассӑн, манӑн пурӑнӑҫа сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп! Манӑн халӑхӑма сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑншӑн тархаслатӑп!</verse>
				<verse number="4">Мӗншӗн тесессӗн пире — мана та, манӑн халӑхӑма та — вӗлерме, пӗтерме, кӑклама сутнӑ! Пире чуралӑха сутнӑ пулсассӑн, пире чурасем тунӑ пулсассӑн, эпӗ шарламан пулӑттӑм — ҫавӑн пек инкекшӗн те патшана чӑрмантарман пулӑттӑм!</verse>
				<verse number="5">Артаксеркс патша Эсфире хуравласа каланӑ: хӑй чӗринче ҫавӑн евӗрлӗ усал шухӑш тытма хӑйнӑ ҫын кам вара вӑл, ӑҫта вӑл?</verse>
				<verse number="6">Каланӑ Эсфирь: тӑшман, хур тӑвакан — ак ҫакӑ усал Аман! тенӗ. Аман вара патшапа патша майри умӗнче сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫиллине шӑнараймасӑр, патша ӗҫсе-ҫисе ларнӑ ҫӗртен кермен ҫумӗнчи сат пахчине тухнӑ; Аман ӗнтӗ, хӑйне патшаран мӗнлерех шӑпа кӗтнине ӑнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнӑ, вӑл хӑйне чӗрӗ хӑварма йӑлӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Патша кермен ҫумӗнчи сат пахчинчен ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерекен ҫурта таврӑннӑ самантра Аман, Эсфирь выртакан вырӑн ҫумнех тӗршӗнсе, ӑна йӑлӑннӑ пулнӑ. Каланӑ патша: вӑл тата ман ҫуртӑмрах патша майрине пусмӑрласшӑн! тенӗ. Ҫапла сӑмах тухнӑ ҫеҫ патша ҫӑварӗнчен — патша ҫыннисем тӳрех Аман питне хупланӑ.</verse>
				<verse number="9">Патша хайранӗсенчен пӗри — Харбона — каланӑ: акӑ Аман килӗ умӗнче аллӑ чике ҫӳллӗш юпа ларать, вӑл ӑна патшана ырӑ тунӑ Мардохей валли хатӗрленӗ, тенӗ. Патша вара: ҫавӑнтан ҫакӑр та ӑна! тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Амана вара хӑй Мардохей валли хатӗрленӗ юпаранах ҫакнӑ. Патша ҫилли тинех пусарӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫав кун Артаксеркс патша иудейсен тӑшманӗн Аманӑн ҫуртне патша майрине Эсфире панӑ; Мардохей ӗнтӗ патша умне тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Эсфирь вӑл хӑйӗн тӑванӗ пулнине каласа панӑ.</verse>
				<verse number="2">Патша Аманран туртса илнӗ ҫӗррине хывнӑ та ӑна Мардохее панӑ; Эсфирь вара Мардохее Аман ҫуртне пӑхса тӑраканӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="3">Эсфирь каллех патшана тархасланӑ, ун ури умне ӳксе, куҫҫульпе макӑрса Агаг ҫыннин Аманӑн усаллӑхне, унӑн иудейсене хирӗҫ тытнӑ тӗллевне пӑрахӑҫлама йӑлӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Патша Эсфирь енне ылтӑн туйине тӑснӑ; Эсфирь ура ҫине тӑнӑ та патша умӗнче каланӑ:</verse>
				<verse number="5">патша хирӗҫ мар пулсассӑн, эпӗ патша умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, ҫак ӗҫ патша сӑнӗ умӗнче тӳрӗ ӗҫ пулсассӑн, эпӗ унӑн куҫне килӗшетӗп пулсассӑн, Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — пӗтӗм патша ҫӗрне салатнӑ хута, иудейсене вӗлерме хушса ҫырнӑ хута, каялла тавӑрмалла тесе ҫырса ятӑрччӗ;</verse>
				<verse number="6">ара, ман халӑхӑма кӗтекен инкек-синкеке мӗнле курса тӑраяс манӑн, тӑванӑмсем вилнине мӗнле чӑтса тӑраяс? тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей ҫыннине Мардохее каланӑ: акӑ эпӗ Аман ҫуртне Эсфире патӑм, аллине иудейсем ҫине ҫӗкленӗшӗн ӑна хӑйне юпаран ҫакса вӗлерчӗҫ;</verse>
				<verse number="8">эсир те иудейсем ҫинчен ҫырса ярӑр, патша ятӗнчен иудейсем ҫинчен мӗн ҫырас тетӗр, ҫавна ҫырӑр, ҫырӑвне патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесессӗн патша ятӗнчен ҫырнӑ, ун ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва улӑштарма юрамасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара виҫҫӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан сиван уйӑхӗн, ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнтернӗ, ӗнтӗ вӗсем Мардохей мӗнле хушнӑ, пурне те ҫавӑн пек ҫырнӑ, хутне иудейсем патне, аслӑ пуҫлӑхсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне ҫырнӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, иудейсем патне те вӗсен ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырса янӑ.</verse>
				<verse number="10">Мардохей ӑна Артаксеркс патша ячӗпе ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ, кайран ҫав ҫырусене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, лешӗсем патша учӗпе, пӗр курпунлӑ тӗвепе тата ашакла лашапа ҫула тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав ҫырура патша иудейсене харпӑр хӑй пурӑнакан хулара пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме ирӗк панӑ: ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та вӗсем ҫак ҫӗрти халӑхсем хушшинчи мӗнпур вӑйлӑ ҫынсене, хӑйсемпе тӑшманла хирӗҫекенсене, вӗсенӗн ачисене те, арӑмӗсене те пӗтӗмпе тӗп туса-вӗлерсе-пӗтерсе тухччӑр, вӗсен кил-ҫурчӗсене ҫаратса аркатчӑр,</verse>
				<verse number="12">ҫакна вӗсем пӗтӗм Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пӗр кунра, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, туччӑр, тенӗ. [Ҫакӑн пек хушу пулнӑ вӑл: аслӑ Артаксеркс патша Индипе Эфиопи хушшинчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансене тата пире ырӑ сунакан пуҫлӑхсене — савӑнма. Нумайӑшӗ пирӗн хуҫасем ытла та ырӑ пулнипе хисеп-чыс илсе тултарнӑран ытлашшипех мӑна тухрӗ, пире пӑхӑнса тӑракан ахаль ҫынсене ҫеҫ мар усал тума тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, хӑйсен мӑн кӑмӑлне тӑрантараймасӑр, хӑйсене ырӑ тӑвакан хуҫисене те сӑтӑр тӑвасшӑн вӗсем, пархатарлӑ пулма пӗлменни ҫеҫ мар, ӑсран тайӑлнӑ пек, хӑйсен чапӗпе каппайланса усалла шухӑшлаҫҫӗ, яланах пурне те курса тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлма шутлаҫҫӗ. Нумайӑшӗ, пысӑк влаҫлисем, хӑйсене шанакан тусӗсен ӗҫӗсене туса пырас вырӑнне, тӑтӑшах вӗсене усал канаш парса-ӗнентерсе, айӑпсӑр юн тӑкакан тӑваҫҫӗ, патшалӑха тытса пыракансене — таса та ырӑ шухӑшлӑ ҫынсене — чеен улталаса пырса кайран юсама май ҫук инкек-синкек тума хӗтӗртеҫҫӗ. Эпир каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫакна авалхи ӗҫсенчен мар, ытларах паян сирӗн умӑрта влаҫпа тискерле хуҫаланакан йӗркесӗр ҫынсен ӗҫӗсенчен куратпӑр. Ҫавӑнпа малашлӑх ҫинчен шухӑшлар, пирӗн патшалӑхӑмӑрта пурте тӑнӑҫлӑ та савӑнӑҫлӑ пурӑнччӑр, улшӑнусем ан пулччӑр, тумалли ӗҫсене кирлӗ пек тӗплӗ те асӑрхануллӑ тӑвар. Авӑ Амадаф ывӑлӗ Аман — Македони ҫынни, Перси юнӗшӗн чӑннипе те ют ҫын — пирӗн тӳрӗлӗхрен питех те аякра тӑраканскер, пирӗн хӑна пулчӗ, эпир кирек мӗнле халӑха та кӑмӑлланӑ пек, ӑна пурте чун-чӗререн хапӑлларӗҫ, ӑна пирӗн атте вырӑннех хучӗҫ, ӑна патша ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын вырӑнне картса чысларӗҫ; анчах та вӑл, мӑн кӑмӑлне пусараймасӑр, пире влаҫсӑр та чунсӑр тӑратса хӑварма шутларӗ, пире ҫӑлакана, яланах ырӑ тӑвакан Мардохее тата патшалӑха пӗрле тытса тӑракан айӑпсӑр Эсфире те вӗсен пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле тӗрлӗрен чее те усал мелсемпе пӗтересшӗн пулчӗ. Ҫапла туса вӑл пире ҫынсӑр тӑратса хӑварма, Перси патшалӑхне Македони халӑхне пама шут тытнӑ. Эпир вара ҫав чунилли пӗтерме шутланӑ иудейсене усал халӑх тесе шутламастпӑр, эпир вӗсене чи тӳрӗ саккунпа пурӑнакансем вырӑнне, Ҫӳлти Турӑ, аслӑран та аслӑ, чӗрӗ Турӑ ывӑлӗсем вырӑнне хуратпӑр, ҫак Турӑ ӗнтӗ пире тата пирӗн мӑн асаттесене пахаран та паха патшалӑх панӑ. Ҫавӑнпа та эсир Амадаф Аманӗ янӑ ҫырура мӗн хушнине пурӑнӑҫламасан лайӑх тӑватӑр, мӗншӗн тесессӗн ӑна, ҫавӑн пек хӑтланнӑскере, Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ часах тивӗҫлӗ сут тунӑ, ӑна Турӑ ирӗкӗпе Сузӑ хапхи умӗнче пӗтӗм кил-йышӗпе ҫакса вӗлернӗ. Ҫак хушӑва курӑнмалла уҫӑ вырӑна ҫакӑр, иудейсене хӑйсен саккунӗпе пурӑнма ан чӑрмантарӑр, шӑп ҫав кун, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, вӗсем хӑйсене йывӑр вӑхӑтра тапӑнакан тӑшманӗсене тавӑрасшӑн пулӗҫ, пулӑшӑр вӗсене. Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ӗнтӗ суйласа илнӗ йӑха пӗтерес вырӑнне ӑна ҫавӑн пек савӑнӑҫ кӳчӗ. Эсир те ҫак аслӑ куна хӑвӑрӑн чаплӑ уявӑрсен шутне кӗртсе ӑна хаваслӑ ирттерӗр, вӑл халӗ те, кайран та ҫавӑн чухне пирӗн валли тата пире ырӑ сунакан Перси ҫыннисем валли ҫӑлӑнӑҫ килнине аса илтерсе тӑтӑр, пире хирӗҫ каварлашнисем валли вилӗм килнине аса илтерсе тӑтӑр. Ҫакна итлемен-пурӑнӑҫламан кирек мӗнле хулана та, кирек мӗнле ҫӗре те пӗр хӗрхенмесӗр хӗҫпе те вутпа тӗп тумалла, кайран унта этем пурӑнма мар, вӑл вырӑнтан тискер кайӑксем те ӗмӗрӗпе йӗрӗнччӗр.]</verse>
				<verse number="13">Палӑртнӑ кун тӗлне иудейсем хӑйсен тӑшманӗсене тавӑрма хатӗр тӑччӑр тесе ҫак хушӑва, саккунпа танах шутланаканскере, пур ҫӗре те ҫитермелле, пур халӑхсене те пӗлтермелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Хыпарҫӑсем, патшан вичкӗн учӗсемпе кайса, патша хутне хӑвӑрт та васкаварлӑ ҫитернӗ. Патша хушӑвне тӗп хулара, Сузӑ хулинче те, пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="15">Патша патӗнчен Мардохей хӗрхӗлтӗм ҫӑмран тата ҫӳхе йӗтӗн пирӗнчен тунӑ патша тумӗпе, йӗпкӗн хӗрлӗ виссон юпӑнчӑпа, ылтӑнран тунӑ пысӑк пуҫкӑшӑльпе тухнӑ. Сузӑ хули вара савӑнса-хӗпӗртесе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне иудейсен килӗсенче ҫутӑ ҫуннӑ, унта хаваслӑх, савӑнӑҫ тата уяв ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="17">Патша хушӑвӗ ҫитнӗ кирек хӑш ҫӗрте те, кирек хӑш хулара та, кирек хӑш кӗтесре те иудейсем савӑннӑ-хӗпӗртенӗ, вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗ, уяв ирттернӗ. Ҫавӑн чухне ҫӗршыври чылай халӑх иудее куҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем иудейсем умӗнче хӑраса ӳкнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑн чухне Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи хуласенче иудейсем хӑйсене усал сунакансене пӗтерме пӗрле пуҫтарӑннӑ; вӗсен умӗнче никам та чӑтса тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн халӑхсем пурте вӗсенчен хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="3">Вырӑнти улпутсем, сатрапсем, аслӑ пуҫлӑхсем тата патша ӗҫӗсене туса тӑракансем пурте иудейсем майлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мардохейрен хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="4">Мардохей ӗнтӗ патша ҫуртӗнче аслӑ ҫын шутланнӑ, унӑн чапӗ пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, Мардохей ҫӳлерен ҫӳле ҫӗкленнӗ.</verse>
				<verse number="5">Иудейсем вара хӑйсен пӗтӗм тӑшманне пӗтернӗ, вӗсене хӗҫпе вакланӑ, вӗлернӗ, кӑкланӑ, тӑшманӗсене мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Тӗп хулара, Сузӑ хулинче, иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна вӗлернӗ;</verse>
				<verse number="7">тата вӗсем Паршандафӑна, Далфона, Асфафӑна,</verse>
				<verse number="8">Порафӑна, Адальяна, Аридафӑна,</verse>
				<verse number="9">Пармашфӑна, Арисая, Аридая, Ваиезафӑна вӗлернӗ —</verse>
				<verse number="10">ҫак ҫынсем иудейсен тӑшманӗн, Амидаф ывӑлӗн Аманӑн, вунӑ ывӑлӗ пулнӑ. Иудейсем вӗлерме вӗлернӗ, анчах вӗсем аллине ҫаратупа вараламан.</verse>
				<verse number="11">Ҫав кунах тӗп хулара, Сузӑ хулинче, мӗн чухлӗ ҫын вӗлернине патшана пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="12">Патша Эсфире, патша майрине, каланӑ: тӗп хулара иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна тата Аманӑн вунӑ ывӑлне вӗлернӗ; патшан ытти ҫӗрӗсенче мӗн тунӑ вӗсем? Сана мӗн кирлӗ? сана мӗн кирли пурӑнӑҫланӗ. Эсӗ тата мӗн ыйтатӑн? вӑл та пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Эсфирь каланӑ ӑна: патша хирӗҫ мар пулсассӑн, Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем ыран та паян тунинех туччӑр, Аманӑн вунӑ ывӑлне вара юпаран ҫакчӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Патша ӗнтӗ ҫавӑн пек тума хушнӑ; ҫак хушӑва Сузӑ хулинче пӗлтернӗ, Аманӑн вунӑ ывӑлне вара юпаран ҫакнӑ.</verse>
				<verse number="15">Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, унта вӗсем ҫичҫӗр ҫынна вӗлернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.</verse>
				<verse number="16">Патшалӑхра ытти ҫӗрте пурӑнакан иудейсем те хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме, хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлма пӗрле пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫитмӗл пилӗк пин тӑшмана пӗтернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑ адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пулса иртнӗ; ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче вара вӗсем лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="18">Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем вара ҫав уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче те, вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, вунпиллӗкмӗш кунӗнче вара лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑнпа та ялсенче, уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче уяв тӑваҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне парне параҫҫӗ; [хуласенче пурӑнакансем вара адар уйӑхӗн вунпиллӗкмӗш кунӗнче те савӑнаҫҫӗ, уяв тӑваҫҫӗ; ҫывӑх ҫыннисене парне параҫҫӗ].</verse>
				<verse number="20">Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ,</verse>
				<verse number="21">вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ,</verse>
				<verse number="22">мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.</verse>
				<verse number="23">Вара иудейсем, хӑйсем те шӑпах ҫавӑн пек тума пуҫланӑскерсем, Мардохей ҫырса янине хапӑл тунӑ.</verse>
				<verse number="24">Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни, мӗнпур иудейсен тӑшманӗ — иудейсене пӗтерме шутласа, вӗсене хӑш кун вӗлерме-кӑклама тытӑнасси тӗлӗшпе пур — урӑхла каласан шӑпа — сиктернӗ,</verse>
				<verse number="25">анчах Эсфирь патша патне кайнӑ та, лешӗ вара хушу кӑларнӑ: ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ тӑнӑ Аманӑн усал шухӑшӗ хӑйӗн пуҫнех пулнӑ: Аманпа ывӑлӗсене юпаран ҫакса вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак кунсене Пурим теҫҫӗ, вӑл «пур» сӑмахран тухнӑ [ку «шӑпа» тенине пӗлтерет, вӗсен чӗлхинче шӑпа янине «пурим» теҫҫӗ]. Ҫавӑнпа та, ҫырура мӗн каланине шута илсе тата хӑйсем мӗн курнине, мӗн шухӑшланине шута илсе,</verse>
				<verse number="27">иудейсем хӑйсем валли, хӑйсен ачисем валли, вӗсем енне куҫнӑ мӗнпур ҫын валли ҫапла йышӑннӑ: ҫак икӗ куна, ҫырура кӑтартнӑ пек, кашни ҫул хӑй вӑхӑтӗнче уявлас;</verse>
				<verse number="28">ҫак кунсене асра тытас, вӗсене кашни ӑрура, кашни сыпӑкра, кашни ҫӗрте, кашни хулара уявлас; ҫак Пурим кунӗсем ӗмӗрлӗхех асра юлччӑр, вӗсене иудейсем ан пӑрахӑҫлаччӑр, ҫак уява вӗсен ачисем те манӑҫа ан кӑларччӑр.</verse>
				<verse number="29">Патша майри Эсфирь, Абихаил хӗрӗ, тата иудей ҫынни Мардохей тӗплӗ те хытарса ҫырса янӑ — ҫак ҫӗнӗ ҫырура Пурим ҫинчен ҫырнине ҫирӗп тытса пымалла;</verse>
				<verse number="30">тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх сунса Артаксеркс патшалӑхӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре ҫырусем янӑ, вӗсене пӗтӗм иудей патне ҫитернӗ:</verse>
				<verse number="31">ҫав Пурим кунӗсене пурте яланах пӗр вӑхӑтра — иудей ҫынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кӑтартнӑ вӑхӑтра — ҫирӗп тытса пыччӑр; тата иудейсем хӑйсем те ҫак уяв умӗн типӗ тытасси, хӳхлесси пирки хыпар янӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫапла вара, Эсфирь калани-хушни Пурим кунӗсене палӑртса ҫирӗплетнӗ, ҫакӑн ҫинчен кӗнекене ҫырса хӑварнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Кайран Артаксеркс патша ҫӗршӗн тата тинӗс утравӗсемшӗн хырҫӑ тӳлемелле тунӑ.</verse>
				<verse number="2">Ун аслӑ вӑйӗн, ун хӑвачӗн ӗҫӗсене тата патша чапа кӑларнӑ Мардохей мухтавӗ ҫинчен Миди ҫӗрӗпе Перси ҫӗрӗн патшисен Ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн пекех унта иудей ҫынни Мардохей ӗнтӗ Артаксеркс патша ҫумӗнче иккӗмӗш ҫын пулнине, иудейсем хушшинче мухтавлӑ пулнине, йышлӑ тӑванӗсем ӑна мӗнле юратнине ҫырса хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй халӑхне ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ, хӑйӗн пӗтӗм йӑхне хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. [Мардохей ҫапла каланӑ: ку ӗҫ Турӑран пулчӗ, эпӗ ҫак ӗҫсем ҫинчен маларах курнӑ тӗлӗкӗме аса илтӗм: унта тӳрре килменни нимӗн те юлмарӗ. Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ. Икӗ ҫӗленӗ — эпӗ тата Аман; халӑхӗсем — иудейсене ячӗ юлмиччен пӗтерме шутланисем; манӑн халӑхӑмӑм — Турра тархасланӑ, ҫӑлӑнса юлнӑ израильсем. Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхне ҫӑлса хӑварчӗ, Турӑ пире пӗтӗм усалтан хӑтарчӗ, суя тӗнпе пурӑнакансем хушшинче пулма та пултарайман паллӑсем, аслӑ кӗтретсем кӑтартрӗ. Турӑ ҫапла икӗ шӑпа пултарнӑ: пӗри — Турӑ халӑхӗ валли, тепӗри — суя тӗнпе пурӑнакансем валли; ҫак икӗ шӑпа сут кунӗнче пӗр сехетре, пӗр вӑхӑтра Турӑ умне тата суя тӗнпе пурӑнакансем умне тухнӑ. Ҫӳлхуҫа вара Хӑй халӑхне аса илнӗ те Хӑй еткерне тӳрре кӑларнӑ. Ҫав кунсене, адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗшпе вунпиллӗкмӗш кунӗсене, Турӑ умӗнче Ун халӑхӗ — Израиль — ӗмӗр-ӗмӗрӗпе чаплӑн та савӑнӑҫлӑн уявлӗ. Птоломейпе Клеопатра тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Досифей, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, священник та левит пулнӑскер, тата Досифей ывӑлӗ Птоломей Александрия хулине Пурим ҫинчен ҫырнӑ ҫак хута илсе килнӗ теҫҫӗ, ӑна Птоломей ывӑлӗ Лисимах, Иерусалимра пулнӑскер, ӑнлантарса панӑ теҫҫӗ.]</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="18">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Уц ҫӗрӗнче Иов ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ; вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ, Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ, усалтан сыхланса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="2">Унӑн ҫичӗ ывӑл та виҫӗ хӗр ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫичӗ пин пуҫ вак выльӑх, виҫӗ пин пуҫ тӗве, пилӗкҫӗр мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пилӗкҫӗр пуҫ ама ашак тата темӗн чухлӗ тарҫӑ-тӗрҫӗ — ҫакӑ унӑн пурлӑхӗ пулнӑ; вӑл Тухӑҫ ывӑлӗсем хушшинче пуринчен те чаплӑрах пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Унӑн ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн кунӗнче хӑй килӗнче ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем пурте ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ, пӗрле ӗҫсе ҫиме вӗсем виҫӗ йӑмӑкне те чӗнтерсе пынӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла ӗҫсе-ҫисе ҫаврӑнсассӑн, Иов вӗсене чӗнтере-чӗнтере илсе ҫылӑхӗсенчен тасатнӑ, ирхине ирех тӑрса кашни ачишӗн Турра пӗрер парне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, кӳнӗ [тата вӗсен чунӗсем ҫылӑха кӗнӗшӗн пуриншӗн те пӗр пӑру кӳнӗ]. Вӑл каланӑ: тен, манӑн ывӑлӑмсем ҫылӑха кӗчӗҫ пулӗ, тен, хӑйсен ӑшӗнче Турра хурларӗҫ пулӗ, тенӗ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫаврӑмӗ иртмессерен Иов ҫапла туса ирттернӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӗр кунхине Турӑ ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умне пухӑннӑ; вӗсемпе пӗрле шуйттан та пынӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа шуйттана: эсӗ ӑҫтан килтӗн? тенӗ. Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳрерӗм, пӗтӗм ҫӗре ҫӳресе ҫаврӑнтӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: Иов вӑл Турӑран ахальтен хӑраса пурӑнать-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ӑна хӑйне те, унӑн кил-ҫуртне те, ытти пурлӑхне те Эсӗ сыхласа усрамастӑн-и-ха? Вӑл тӑвакан ӗҫе Эсӗ пилленӗ, ҫавӑнпа унӑн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ ҫӗр ҫинче ӗрченӗҫемӗн ӗрчесе пырать;</verse>
				<verse number="11">анчах Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн мӗн пуррине сӗртӗн-ха, — вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа шуйттана каланӑ: акӑ унӑн мӗн пуррине йӑлтах санӑн аллуна паратӑп; анчах эсӗ хӑйне ан тив, тенӗ. Шуйттан вара Ҫӳлхуҫа умӗнчен кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Пӗр кунхине Иов ывӑлӗсемпе хӗрӗсем хӑйсен аслӑ пиччӗшӗ килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларнӑ.</verse>
				<verse number="14">Акӑ Иов патне пӗр хыпарҫӑ пырать те калать:</verse>
				<verse number="15">вӑкӑрсем акараччӗ, ҫывӑхрах ашак кӗтӗвӗ ҫӳретчӗ, сасартӑк Савея ҫыннисем пырса тапӑнчӗҫ те вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.</verse>
				<verse number="16">Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: тӳперен Турӑ вучӗ ӳкрӗ те сурӑхсемпе кӗтӳҫӗсене ӗнтсе-ҫунтарса ячӗ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.</verse>
				<verse number="17">Ку ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тата тепӗри пырса калать: Халдея ҫыннисем виҫӗ ушкӑнпа пычӗҫ те тӗвесене тапӑнчӗҫ, вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.</verse>
				<verse number="18">Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: санӑн ывӑлу-хӗрӳ аслӑ пиччӗшӗн килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларатчӗ;</verse>
				<verse number="19">сасартӑк пушхиртен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл килчӗ те пӳрте тӑватӑ кӗтессинчен тӑпӑлтарса ҫӗклерӗ, пӳрт ачусем ҫине йӑтӑнса анчӗ, вӗсем пурте вилчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.</verse>
				<verse number="20">Вара Иов тӑнӑ та ҫиелти тумтирне ҫурса пӑрахнӑ, ҫӳҫне касса тӑкнӑ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та</verse>
				<verse number="21">ҫапла каланӑ: аннем варӗнчен эпӗ ҫаппа-ҫарамас ҫуралнӑ, ҫӗре те ҫаппа-ҫарамасах кӗрӗп. Ҫӳлхуҫа пачӗ, Ҫӳлхуҫа илчӗ; [Ҫӳлхуҫана мӗнле кирлӗ пулнӑ, ҫапла пулнӑ, ҫапла пулчӗ те;] Ҫӳлхуҫа ячӗ мухтавлӑ пултӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫапла туса Иов ним ҫылӑха та кӗмен, Турӑ ҫинчен пӗр ӑссӑр сӑмах та каламан.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Пӗр кунхине Турӑ ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умне пухӑннӑ; вӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умне шуйттан та пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа шуйттана: эсӗ ӑҫтан килтӗн? тенӗ. Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳрерӗм, пӗтӗм ҫӗре ҫӳресе ҫаврӑнтӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ун пек ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, халиччен те унӑн таса кӑмӑлӗ хавшаман, эсӗ вара, ун ҫинчен элеклесе, Мана пӗр айӑпсӑр ҫынна пӗтерме хӗтӗртрӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: тиршӗн — тир хакӗ, пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр;</verse>
				<verse number="5">Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн шӑмми-шаккине, ӳтне-тирне сӗртӗн-ха, вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа шуйттана каланӑ: акӑ ӑна санӑн аллуна паратӑп, анчах эсӗ унӑн чунне ан тив, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Шуйттан Ҫӳлхуҫа умӗнчен кайнӑ та Иова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех хаяр тилҫе сырса илмелле тунӑ.</verse>
				<verse number="8">Иов вара кӗсен-юханне хыра-хыра тӑкма чӳлмек катӑкӗ илнӗ те [ял тулашне] кӗл ҫине кайса ларнӑ.</verse>
				<verse number="9">Арӑмӗ ӑна каланӑ: мӗн эсӗ ҫаплах айӑпа кӗресрен сыхланатӑн! Турра хурла та вилсе вырт пӗрех хут, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Анчах арӑмне Иов ҫапла каланӑ: эсӗ пӗр-пӗр ӑссӑр ҫын пек калаҫатӑн. Турӑран ырӑлӑхне кӑна йышӑнӑпӑр-и эпир, усаллине йышӑнмӑпӑр-и? тенӗ. Ҫапла вара Иов чӗлхипе усал каласа ҫылӑха кӗмен.</verse>
				<verse number="11">Иов пуҫӗ ҫине йӑтӑнса аннӑ ҫак мӗнпур инкек ҫинчен унӑн виҫӗ тусӗ — Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар — илтнӗ те, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрӗнчен тапранса тухса пӗрле пуҫтарӑннӑ; Иовпа пӗрле кулянса унӑн чунне лӑплантарас тесе ун патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та ӑна аякранах курнӑ, анчах палласа илеймен; вара тӑвӑнса кӑшкӑрса янӑ та уласа йӗме тытӑннӑ; кашнийӗ ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ, тусан иле-иле ҫӳлелле, пуҫӗ ҫине, сапнӑ.</verse>
				<verse number="13">Иовпа пӗрле вӗсем ҫӗр ҫинче ҫичӗ кун та ҫичӗ каҫ ларнӑ; Иов ҫав тӗрлӗ асапланнине кура нихӑшӗ те ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иов, ҫӑвар уҫса, хӑйӗн ҫуралнӑ кунне ылханнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ылханма пуҫласа Иов ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="3">эпӗ ҫуралнӑ кун тӗп пултӑр, «этем тӗвӗленчӗ» тенӗ каҫ та тӗп пултӑр!</verse>
				<verse number="4">Ҫав куна сӗмлӗх хуплатӑр; ҫӳлти Турӑ ӑна ҫав халлӗнех хӑвартӑр, ӑна ҫутӑ ан ҫутаттӑр!</verse>
				<verse number="5">Ӑна сӗм-сӗмлӗхпе вилӗм ӗмӗлки хупӑрлатӑр, ӑна хура пӗлӗт карса илтӗр, ӗнтсе яракан шӑрӑхран хӑранӑ пек сехӗрленччӗр унран!</verse>
				<verse number="6">Ҫав каҫ — ӗнтӗ сӗмлӗхпех пӑчлантӑр, ҫулталӑк кунӗсен йышне те ан кӗрейтӗр, уйӑхсен йышӗнче те ан шутлантӑр!</verse>
				<verse number="7">Ах! ҫав каҫ — вӑл пӗр ҫынсӑр юлтӑр; савӑнӑҫ ан курайтӑр!</verse>
				<verse number="8">Кун ҫутине ылханакансем, левиафана вӑратма пултаракансем, ылханччӑр ӑна!</verse>
				<verse number="9">Манӑн анне варӗн алӑкне хупманшӑн, ҫак хурлӑха манӑн куҫ умӗнчен сирменшӗн шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗсем сӳнсе ларччӑр, ҫутӑ кӗттӗр ҫав каҫ — ҫути ан килтӗр.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Аннем ӑшӗнчен тухнӑ чухне эпӗ мӗншӗн вилмен-ши, аннем варӗнчен тухсанах ма вилсе выртман-ши?</verse>
				<verse number="12">Мӗншӗн мана чӗрҫи ҫине илнӗ-ши? мӗншӗн манӑн кӑкӑр ӗммелле пулнӑ-ши?</verse>
				<verse number="13">Халӗ эпӗ ҫӗр айӗнче выртнӑ пулӑттӑм; канлӗн ҫывӑрнӑ пулӑттӑм,</verse>
				<verse number="14">пушхирсене хӑйсем валли хула лартса тултарнӑ патшасемпе, вӗсене канаш парса тӑнӑ ҫынсемпе</verse>
				<verse number="15">е килӗ-ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗл тултарнӑ улпутсемпе пӗрле выртма мана канӑҫлӑ пулатчӗ;</verse>
				<verse number="16">е, вӑхӑтсӑр ҫуратса пытарнӑ ача пек, кун ҫути курман ача пек, эпӗ пулман та, пурӑнман та пулӑттӑм.</verse>
				<verse number="17">Унта йӗркесӗр ҫынсем хӑратма пӑрахаҫҫӗ, унта халсӑрланнисем канаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Тӗрмере ларнисем пӗрле канӑҫ курса савӑнаҫҫӗ, хӑйсенӗн хуралҫи кӑшкӑрашнине те илтмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Кӗҫӗнни, асли — унта пурте пӗр тан, чура та хӑйӗн хуҫинчен ирӗклӗ.</verse>
				<verse number="20">Асап куракана мӗншӗн ҫутӑ кун панӑ-ши, чунтан хурланакана мӗншӗн пурӑнӑҫ панӑ-ши?</verse>
				<verse number="21">Вӗсем вилӗм кӗтеҫҫӗ — вилӗмӗ ҫук, вӗсем ӑна пытарнӑ мулран та хавасрах чавса кӑларнӑ пулӗччӗҫ,</verse>
				<verse number="22">тупӑк тупрӑмӑр тесе савӑнса ӳкӗччӗҫ, каҫса кайсах хӗпӗртенӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Этемӗн ҫулӗ питӗрӗннӗ пулсассӑн, ӑна Турӑ сӗмлӗхпе хупӑрланӑ пулсассӑн, ӑна ҫутӑ мӗн тума кирлӗ?</verse>
				<verse number="24">Ҫиес ҫӑкӑрӑма ассӑн сывламасӑр ҫӑтаймастӑп, чарӑнмасӑр юхакан шыв пек, вӗҫӗмсӗр йынӑшатӑп:</verse>
				<verse number="25">мӗнрен сехӗрленеттӗм — ҫавӑ килсе ҫапрӗ те мана; мӗнрен шикленеттӗм — ҫавӑ килсе тиврӗ те мана.</verse>
				<verse number="26">Маншӑн тӑнӑҫлӑх, канлӗх ҫук, савӑнӑҫ та ҫук: инкек килсе ҫапрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">эхер те эпир ҫакӑн ҫумне сӑмах хушса пӑхсассӑн, йывӑр пулмӗ-ши сана? Тепӗр тесессӗн, калас сӑмаха кам чарасси пур!</verse>
				<verse number="3">Акӑ эсӗ нумайӑшне ӑс парса вӗрентеттӗн, хал ҫухатса алӑ уснисене хунтӑлаттӑн,</verse>
				<verse number="4">санӑн сӑмахусем такӑнакан ҫынна ура ҫине тӑрататчӗҫ, чӗркуҫҫи вӑйӗ пӗтсе килнисене эсӗ тӗрек параттӑн.</verse>
				<verse number="5">Халӗ вара хӑвна килсе ҫапрӗ те — эсӗ тӳсеймерӗн; хӑвна пырса тиврӗ те — халран ӳкрӗн.</verse>
				<verse number="6">Турӑран хӑрани сана шанӑҫ кӳмелле мар-и, айӑпсӑр ҫулу санӑн ӗмӗтӳ пулмалла мар-и?</verse>
				<verse number="7">Аса ил-ха, айӑпсӑр ҫын пӗтни пулнӑ-и? тӳрӗ ҫын тата ӑҫта тӗп пулнӑ?</verse>
				<verse number="8">Эпӗ хам курнӑ: кам усаллӑха сухаласа усал акать — вӑл ҫавнах вырса илет;</verse>
				<verse number="9">ун пеккисем Турӑ пӗрре вӗрнипех тӗп пулаҫҫӗ, Унӑн ҫиллин хӑвачӗпе пӗтсе ҫухалаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Арӑслан ӳхӗрни, мӗкӗрекенӗн сасси шӑпланать, ҫамрӑк арӑслансен шӑлӗсем те тӗпренеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="11">тупӑш ҫуккипе вӑйлӑ арӑслан та вилет, арӑслан амин ҫурисем тӗрлӗ ҫӗре саланаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Акӑ вӑрттӑн ман патӑма пӗр сӑмах ҫитрӗ, хӑлхам мӗн илтмеллине илтсе юлчӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫынна ыйхӑра курӑнакан тӗлӗксем ҫинчен шухӑшласа выртнӑ хушӑра</verse>
				<verse number="14">сасартӑк эпӗ сехӗрленсех ӳкрӗм, пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм чӗтренчӗ.</verse>
				<verse number="15">Ман ҫийӗн сывлӑш иртсе кайрӗ; ҫӳҫӗм-пуҫӑм вирелле тӑчӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл тӑп чарӑнчӗ, анчах эпӗ унӑн тӗсне-йӗрне тӗшмӗртеймерӗм — куҫӑм умӗнче сӑнарӗ ҫеҫ курӑнса тӑчӗ; вӑштӑр ҫил, — эпӗ сасӑ илтрӗм:</verse>
				<verse number="17">этем Турӑран тӳрӗрех-им, ҫын хӑйне Пултараканран тасарах-им?</verse>
				<verse number="18">Акӑ Вӑл Хӑйӗн чурисене те шанса пӗтермест, Хӑйӗн Ангелӗсенче те кӑлтӑк тупать,</verse>
				<verse number="19">эппин, тӑм ҫуртра пурӑнакансенче тата ытларах айӑп тупать, лешӗсен ҫурчӗ те хӑйӑр ҫинче ларать, хӑйсем те кӗверен хӑвӑртрах пӗтеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем ирпе каҫ хушшинчех тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ; вӗсем пачах ҫухалнине курса та юлаймӑн.</verse>
				<verse number="21">Хӑйсемпе пӗрлех вӗсен ячӗ те пӗтмест-и? Вӗсем ӑса кӗрсе ҫитеймесӗрех вилеҫҫӗ, терӗ сасӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Тархасласа пӑх — хирӗҫ чӗнекен пулӗ-и? Сӑваплисенчен хӑшне йӑлӑнасшӑн эсӗ?</verse>
				<verse number="2">Ҫапла, айвана хӑй ҫиллиех пӗтерет, шухӑшлама пӗлменскере вӗчӗхӳ тӗп тӑвать.</verse>
				<verse number="3">Ухмах ҫын тымар мӗнле янине куртӑм эпӗ, унӑн килне-ҫуртне ҫавӑн чухнех ылхантӑм.</verse>
				<verse number="4">Унӑн ачи-пӑчи телейлӗ пуласси инҫе: вӗсене хапха умӗнче хӗнӗҫ, хута кӗрекен те пулмӗ.</verse>
				<verse number="5">Унӑн тыррине выҫӑпа касӑхнисем ҫисе ярӗҫ, ӑна кӳкен тӗмӗсем витӗрех вырса тухӗҫ; пурлӑхне вара антӑхса ҫунакансем хыпса ҫӑтӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫапла, хурлӑх хирте шӑтса ӳсмест, инкек-синкек ҫӗр айӗнчен сиксе тухмасть;</verse>
				<verse number="7">вут-хӗме ҫӳлелле ыткӑнмалла тунӑ пек, этем асап курма ҫуралать.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ вара Турра тархасланӑ пулӑттӑм, хамӑн ӗҫӗме Турӑ аллине панӑ пулӑттӑм.</verse>
				<verse number="9">Вӑл тӑвакан ӗҫсем — аслӑ, тӗлӗнмелле, вӗсене ӑнласа ҫитерейместӗн, вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук,</verse>
				<verse number="10">Вӑл ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарать, уй-хир ҫине шыв ярать;</verse>
				<verse number="11">кӗҫӗне юлнисене асла кӑларать, хур куракансене ҫӑлӑнӑҫ патне илсе тухать.</verse>
				<verse number="12">Вӑл усал шухӑшлисен каварне аркатать те, лешӗсем пикеннӗ ӗҫӗсене туса ҫитереймеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Ӑсчахланакансене хӑйсен чеелӗхӗ-ултавӗпех такӑнтарать, чее ҫынсен канашӗ харама каять:</verse>
				<verse number="14">кун ҫутинчех вӗсем сӗмлӗхе лекеҫҫӗ, тӑр-кӑнтӑрлах ҫӗрлехи пек хыпашласа ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Мӗскӗн ҫынна Вӑл вӗсен хӗҫӗнчен, сӑмахӗнчен хӑтарать, ӑна вӑйлисем хӗсӗрлесрен сыхласа тӑрать;</verse>
				<verse number="16">ҫавӑнпа хурлӑхлӑ ҫын валли те шанчӑк пур, суянӑн та ҫӑварӗ хупӑнать.</verse>
				<verse number="17">Турӑ ӑса кӗртекен ҫын — телейлӗ, ҫавӑнпа та Пурне те Тытса Тӑраканӑн хасине ан сивле:</verse>
				<verse number="18">Вӑл Хӑй суран тӑвать те — Хӑех ҫыхса ярать; Вӑл Хӑй аллипе амантать те — Хӑй аллипех эмеллет.</verse>
				<verse number="19">Вӑл сана ултӑ инкекрен хӑтарӗ, ҫиччӗмӗшӗнче те сана усал ҫулӑхаймӗ.</verse>
				<verse number="20">Выҫлӑх вӑхӑтӗнче сана вилӗмрен хӑтарӗ, вӑрҫӑра хӗҫ ҫивӗчӗшӗнчен ҫӑлса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="21">Хаяр чӗлхе-ҫӑвартан хӳтӗленсе тӑрӑн, ҫарату-тустару ҫитсессӗн, унран та шикленмӗн.</verse>
				<verse number="22">Ҫаратупа выҫлӑхран кулса анчах тӑрӑн, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксенчен хӑрамӑн,</verse>
				<verse number="23">мӗншӗн тесессӗн эсӗ хирти чулпа та пӗр канашлӑ, хирти тискер кайӑкпа та килӗшӳллӗ.</verse>
				<verse number="24">Пӗлӗсӗн: чатӑрунта — тӑнӑҫлӑх, татулӑх, кил-ҫуртна пӑхса ҫаврӑнӑн — пӗр ҫитменлӗх те тупаймӑн.</verse>
				<verse number="25">Курӑсӑн: санӑн вӑрлӑху ӗрчесе кайӗ, ӑрӑвусем ҫӗр ҫинчи курӑк пек хунаса пырӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Ҫапла ӗмӗрӳ туличчен пурӑнӑн та, тулӑ кӗлти хӑй вӑхӑчӗпе ҫӗмеле хывӑннӑ пек, тупӑка кӗрсе выртӑн.</verse>
				<verse number="27">Эпир ӗнтӗ акӑ мӗн пӗлсе ҫитрӗмӗр; чӑнах та ҫапла вӑл: итле те ҫакна — тӑна ил.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Иов ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">ах, эпӗ йӗнине тӗрӗс виҫейнӗ пулсанччӗ, куҫҫулӗмпе пӗрле тараса ҫине асапӑма та хунӑ пулсанччӗ!</verse>
				<verse number="3">Вӑл мӗнпур тинӗс хӑйӑрӗнчен йывӑртарах пулӗччӗ! Ӗнтӗ сӑмахӑм ҫавӑнпа хӗвӗнет.</verse>
				<verse number="4">Пурне те Тытса Тӑраканӑн ҫӗмренӗсем мана тӑрӑнаҫҫӗ; ӑшӑм-чиккӗм вӗсен наркӑмӑшне ӗҫет; Турӑ сехмечӗ ҫӗкленчӗ мана хирӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Хир ашакӗ ешӗл курӑк ҫинче ӳхӗрет-и? пӑтратнӑ апачӗ умӗнче вӑкӑр мӗкӗрет-и?</verse>
				<verse number="6">Техӗмсӗр ҫимӗҫе тӑварламасӑр ҫиеҫҫӗ-и, ҫӑмарта шуррин тутӑ пур-и?</verse>
				<verse number="7">Чунӑм мӗнрен йӗрӗнсе тӑратчӗ, ҫавӑ маншӑн ҫимӗҫ пулса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="8">Ах, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗм ҫитинччӗ, Турӑ эпӗ кӗтнине тӑвинччӗ!</verse>
				<verse number="9">Ах, Турӑ мана пӗтерме кӑмӑл тӑвинччӗ, аллине тӑсинччӗ те мана вӗлерсе пӑрахинччӗ!</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑ мана йӑпанӑҫ кӳрӗччӗ, хӗрхенӳсӗр чирӗме кӑмӑла хытарса чӑтӑттӑм: эпӗ Святой сӑмахӗнчен иртмерӗм.</verse>
				<verse number="11">Шанса тӑмашкӑн мӗн хевти пур ӗнтӗ манӑн? мӗне ӗмӗтленсе ӗмӗре тӑсмалла манӑн?</verse>
				<verse number="12">Манӑн ҫирӗплӗхӗм чул ҫирӗплӗхӗ-им? манӑн ӳтӗм-тирӗм пӑхӑртан-им?</verse>
				<verse number="13">Хама пулӑшмашкӑн вӑйӑм юлчӗ-ши манӑн, ман валли мӗнле те пулин тӗрек пур-ши?</verse>
				<verse number="14">Хӗн куракана тусӗн хӗрхенмеллеччӗ: вӑл Пурне те Тытса Тӑракантан хӑрамалла-ҫке.</verse>
				<verse number="15">Анчах манӑн тӑванӑмсем юхӑм шыв пек шанчӑксӑр, хӑвӑрт юхакан шывсем пек улшӑнса тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="16">пӑр кайнӑ чухне ҫав шывсем пӑтранаҫҫӗ, юр ирӗлсессӗн кӗрлесе юхаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="17">ҫанталӑк ӑшӑтсассӑн — чакаҫҫӗ, шӑрӑх вӑхӑтра типсех лараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнаҫҫӗ вӗсем, пушхире ҫитеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="19">вӗсем ҫине Фема ҫулӗсем пӑхаҫҫӗ, вӗсене Савея ҫулӗсем шанаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="20">анчах вӗсен шанчӑкӗ кӑлӑхах-мӗн: унта пыраҫҫӗ те — аптӑраса ӳкеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Халӗ эсир те — ҫавӑн пек, ӑҫтиҫук: хӑрушшине куртӑр та хӑраса ӳкрӗр.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ сире: «парӑр-ха мана» терӗм-и? е «хӑвӑр мулӑртан маншӑн тӳлӗр-ха,</verse>
				<verse number="23">мана тӑшман аллинчен хӑтарӑр-ха, асаплантаракансен аллинчен тӳлесе илӗр-ха» терӗм-и?</verse>
				<verse number="24">Вӗрентӗр мана — вара шӑпланӑп; эпӗ мӗнпе ҫылӑха кӗнине кӑтартӑр.</verse>
				<verse number="25">Епле хӑватлӑ вӑл — чӑн сӑмах! Анчах эсир питлени мӗн уҫса парӗ?</verse>
				<verse number="26">Эсир питлеме сӑмах шыратӑр-и? Сӑмахӑра ҫилпе вӗҫтеретӗр.</verse>
				<verse number="27">Эсир тӑлӑх ҫынна тапӑнатӑр, хӑвӑр тусӑр валли шӑтӑк алтатӑр.</verse>
				<verse number="28">Ыйтсах калатӑп — пӑхӑр-ха ман ҫине; сирӗн умӑрта эпӗ суя калаҫӑп-и?</verse>
				<verse number="29">Лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр — чӑн марри пур-и? лайӑхрах шухӑшлӑр — чӑнни манӑн вӑл.</verse>
				<verse number="30">Манӑн сӑмахӑмра тӗрӗс марри пур-и? Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм йӳҫҫине уйӑраймасть-им?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Этеме ҫӗр ҫинче шутлӑ вӑхӑт паман-и, унӑн кунӗсем тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн кунӗсемпе пӗрех мар-и?</verse>
				<verse number="2">Чура сулхӑншӑн тӗмсӗлнӗ пек, тара кӗрӗшнӗ ҫын хӑйӗн ӗҫӗ пӗтессе кӗтнӗ пек,</verse>
				<verse number="3">мана та ҫавнашкал тӗлсӗр уйӑхсем пӳрнӗ иккен, манӑн шӑпам хурлӑхлӑ каҫсем иккен.</verse>
				<verse number="4">Ҫывӑрма выртнӑ чухне: «хӑҫан тӑрӑп-ши?» тетӗп; ҫӗрӗ вӑрӑм — тул ҫутӑличчен енчен енне ҫаврӑнкаласа хӑшкӑлатӑп.</verse>
				<verse number="5">Ӳтӗм-тирӗм хуртланса-кӗсенленсе кайрӗ, ӗнтӗ ҫуркаланса та пӳрленсе ҫеҫ тӑрать.</verse>
				<verse number="6">Кунӑмсем ӑса вылянинчен те хӑвӑртрах ӑсанаҫҫӗ, пӗр шанчӑк хӑвармасӑр иртеҫҫӗ вӗсем.</verse>
				<verse number="7">Аса ил-ха, манӑн пурӑнӑҫӑм — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ, куҫӑм урӑх ыррине курас ҫук.</verse>
				<verse number="8">Мана халь тӗсекенӗ текех мана кураймӗ; эй Турӑ, ман ҫине пӑхӑн та — эпӗ ҫук та.</verse>
				<verse number="9">Пӗлӗт шӗвелсе пырать те ҫухалать; ҫӗр тӗпне анса кайнӑ ҫын та каялла килес ҫук,</verse>
				<verse number="10">вӑл хӑйӗн ҫуртне каялла таврӑнаймӗ, хӑй пурӑннӑ вырӑнӗ те ӑна манса кайӗ.</verse>
				<verse number="11">Чӗлхем-ҫӑварӑма чармӑп ӗнтӗ; сывлӑшӑм тӑвӑнса ҫитнине каласа парам, чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.</verse>
				<verse number="12">Эй Турӑ, эпӗ тинӗс-им е тинӗс ҫамӗ-им, мӗншӗн Эсӗ мана хураллама хурал тӑратрӑн?</verse>
				<verse number="13">«Выртас вырӑнӑм лӑплантарӗ-ха мана, хӗн-асапӑма сирсе ярӗ-ха» тесе шухӑшласассӑн,</verse>
				<verse number="14">Эсӗ мана тӗлӗксемпе хӑрататӑн, темтепӗр кӑтартса сехӗрлентеретӗн;</verse>
				<verse number="15">шӑммӑм-шаккӑма упрассинчен ытларах манӑн чунӑм сывлӑш тухасса кӗтет, вилӗм ҫитессе ӗмӗтленсе тӑрать.</verse>
				<verse number="16">Ӗнтӗ пурӑнӑҫ йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ. Ӗмӗр пурӑнассӑм ҫук. Пӑрӑн ман патӑмран: кунҫулӑм — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ.</verse>
				<verse number="17">Этем мӗнех вӑл? — Эсӗ вара ӑна ҫав териех хаклатӑн, ӑна тимлетӗн,</verse>
				<verse number="18">ирсерен пыра-пыра пӑхатӑн, ӑна кашни самантра сӑнатӑн.</verse>
				<verse number="19">Хӑҫан пӑрахса хӑварӑн-ши мана, хӑҫан куҫӑнтан вӗҫертӗн-ши мана, хӑҫан сурчӑкӑма та пулин ҫӑтса ямалӑх канӑҫ парӑн-ши мана?</verse>
				<verse number="20">Эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-им? Этемсене Сыхлакан, эпӗ Сана мӗн тума пултараятӑп-ха? Мӗншӗн мана тӗллетӗн? Мӗншӗн-ха мана чӑтайми пулса ҫитрӗн?</verse>
				<verse number="21">Мӗншӗн-ха манӑн ҫылӑхӑма каҫарас мар, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ман ҫинчен сирес мар? акӑ тусан ҫине выртӑп та, ыран шырӑн мана — эпӗ пулмӑп та.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Савхея ҫынни Вилдад ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">нумайччен ҫапла калаҫӑн-и эсӗ? — сӑмахусем тӑвӑллӑ ҫил пек!</verse>
				<verse number="3">Турӑ Хӑйӗн чӑнлӑхне улӑштарать-и вара, Пурне те Тытса Тӑракан тӳрӗлӗхне пӑсать-и?</verse>
				<verse number="4">Ывӑлусем Ун умӗнче ҫылӑха кӗнӗ те, Вӑл вӗсене хӑйсен усаллӑхӗн аллинех ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ Турра шырас пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракана йӑлӑнса кӗлтусассӑн,</verse>
				<verse number="6">хӑв таса та тӳрӗ пулсассӑн, Вӑл сана паянах, халех хӳтӗлӗ, тӗрӗс кил-ҫуртна та ырӑлӑх кӳрӗ.</verse>
				<verse number="7">Малтан санӑн сахал пулнӑ пулсассӑн, кайран питех те нумай пулӗ.</verse>
				<verse number="8">Унчченхи ӑрусенчен ыйт-ха, вӗсен ашшӗсем мӗн-мӗн курнине тимле-ха;</verse>
				<verse number="9">хамӑр эпир — ӗнерхисем кӑна, нимӗн те пӗлместпӗр: пирӗн ҫӗр ҫинчи кунҫулӑмӑр — ӗмӗлке анчах.</verse>
				<verse number="10">Акӑ вӗсем сана вӗрентӗҫ, каласа кӑтартӗҫ, сӑмахӗсене пӗтӗм чӗререн калӗҫ:</verse>
				<verse number="11">хӑмӑш нӳрӗксӗр ҫитӗнеет-и, чакан шывсӑр ӳсеет-и?</verse>
				<verse number="12">Вӑл ем-ешӗлех-ха, ӑна касман та, анчах пур курӑкран та маларах типет.</verse>
				<verse number="13">Турра манакансен ҫулӗ пурин те ҫавнашкал, ултавҫӑн шанӑҫӗ те путланать;</verse>
				<verse number="14">ӗнтӗ унӑн ӗмӗтне тӗпренех каснӑ, унӑн ҫирӗплӗхӗ те — эрешмен ҫурчӗ ҫеҫ.</verse>
				<verse number="15">Ҫурчӗ ҫумне тӗреленет вӑл — тытӑнса тӑраймасть, ярса тытать унран — ӳкмесӗр юлаймасть.</verse>
				<verse number="16">Вӑл хӗвел ҫинче ешерсе ларать, турачӗсем пахча тулашнелле тӑсӑлаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="17">тымарӗсем чул купи ӑшне яваланса кӗреҫҫӗ, чул хушшипелен шӑтара-шӑтара тухаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Анчах ӑна вырӑнӗнчен кӑкласа пӑрахсассӑн, унран хӑйӗн вырӑнӗ те тунать: «эпӗ сана курман!» тет.</verse>
				<verse number="19">Кунҫулӗн савӑнӑҫӗ акӑ еплерех унӑн! ҫӗртен вара урӑххисем шӑтса ӳсеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Куратӑн-и, Турӑ айӑпсӑр ҫынна пӑрахмасть, усал ҫынсен аллине пулӑшмасть.</verse>
				<verse number="21">Вӑл сана каллех савӑнса кулмалла тӑвӗ, чӗлхӳ-ҫӑварна хӗпӗртесе калаҫмалла тӑвӗ.</verse>
				<verse number="22">Сана курайманнисем намӑса юлӗҫ, усал ҫынсенӗн чатӑрӗсем тӗп пулӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Иов ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">чӑнах та ҫапла! хам та пӗлетӗп; анчах этем Турӑ умӗнче епле тӳрре тухаять-ха?</verse>
				<verse number="3">Турӑпа тавлашас тесессӗн, вӑл Унӑн пин сӑмахне хирӗҫ пӗр сӑмах тавӑрса калаймӗ.</verse>
				<verse number="4">Этемӗ ӑсчах пултӑр, вӑй-хӑватлӑ пултӑр — Турра хирӗҫ тӑраканӗ кам хӑтӑлса юлни пур?</verse>
				<verse number="5">Вӑл тусене куҫарса лартать те, вӗсене паллаймаҫҫӗ те: Вӑл вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе улшӑнтарать;</verse>
				<verse number="6">ҫӗре хӑй вырӑнӗнчен хускатать те, унӑн юписем чӗтренсе тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="7">хӗвеле калать те — хӗвел тухмасть, ҫӑлтӑрсем ҫине пичет пусать.</verse>
				<verse number="8">Вӑл пӗччен пӗтӗм тӳпене карса тӑрать, тинӗс хумӗсем ҫийӗн ҫӳрет;</verse>
				<verse number="9">Вӑл Ас, Кесиль, Хим ҫӑлтӑрсене тата кӑнтӑр ҫӑлтӑрӗсене пултарнӑ;</verse>
				<verse number="10">Вӑл тӑвакан ӗҫсем аслӑ, вӗсене тишкерсе пӗлейместӗн, Унӑн кӗтречӗсен имӗ-сумӗ те ҫук.</verse>
				<verse number="11">Акӑ Вӑл ман умранах иртсе кайӗ — кураймасӑрах юлӑп; вирхӗнсе иртсе кайӗ — асӑрхамасӑрах юлӑп.</verse>
				<verse number="12">Вӑл тытӗ те илӗ — кам чарӗ Ӑна? «Эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе кам калӗ Ӑна?</verse>
				<verse number="13">Турӑ ҫилленес ҫиллине пусармасть; Рахабшӑн ӗҫлекенсем Ун умне ӳксе пуҫҫапӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ вара Ӑна хирӗҫ калайӑп-и, Ун умӗнче сӑмах шыраса тӑрайӑп-и?</verse>
				<verse number="15">Хам тӳрӗ пулсассӑн та, Ӑна хирӗҫ калассӑм ҫук, хамӑн Тӳреме тархаслӑп ҫеҫ эпӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл манӑн сассӑма илтсе хирӗҫ чӗнес пулсассӑн та, хама итлессе ӗненместӗп:</verse>
				<verse number="17">мана ҫавраҫилпе киле-киле ҫапать, мана пӗр айӑпсӑр чухнех суранлатса тӑрать,</verse>
				<verse number="18">мана сывлӑш ҫавӑрса илме те памасть, пӗр вӗҫсӗр хурлӑх кӑтартать.</verse>
				<verse number="19">Ӑна хирӗҫ вӑйпа тӑрас тесессӗн, Вӑл — хӑватлӑ; сутлашас тесессӗн, Ӑна кам сута чӗнсе илейӗ?</verse>
				<verse number="20">Тӳрре тухас тейӗп — мана хам чӗлхе-ҫӑварӑмах айӑпа кӑларӗ; айӑпӑм ҫук пулсассӑн та, Вӑл манах айӑплӑ тӑвӗ.</verse>
				<verse number="21">Айӑплӑ мар эпӗ; чунӑмран писрӗм, пурӑнӑҫӑмран йӗрӗнетӗп.</verse>
				<verse number="22">Пурте — пӗр; ӗнтӗ ҫавӑнпа каларӑм: Вӑл айӑпсӑррине те, айӑплине те пӗтерет, терӗм.</verse>
				<verse number="23">Пӗрне Вӑл сасартӑк ҫапса пӑрахать пулсассӑн, айӑпсӑррисем асапланнинчен кулса тӑрать.</verse>
				<verse number="24">Ҫӗре усал ҫынсенӗн аллине панӑ; ун тӳрисен питне Вӑл хупласа тӑрать — Вӑл мар пулсассӑн, кам пултӑр тата?</verse>
				<verse number="25">Кунӑмсем хыпарҫӑран та хӑвӑртрах чупаҫҫӗ, иртеҫҫӗ ҫапла, ыррине курмаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="26">ҫӑмӑл кимӗ ишсе иртнӗ пек ыткӑнаҫҫӗ, ӑмӑрткайӑк тупӑш ҫине вӗҫсе аннӑ пек вирхӗнеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="27">Манӑн хама хам каласчӗ: «текех ӳпкелешем мар, тӗксӗм сӑнӑма ҫутатам, кӑмӑлӑма ҫӗклем» теесчӗ,</verse>
				<verse number="28">анчах Эсӗ мана пурпӗр айӑплассине пӗлнипе курас асапӑмран чӗтресе тӑратӑп.</verse>
				<verse number="29">Айӑплах пулсассӑн, мӗн кӗтмелли пур ӗнтӗ манӑн?</verse>
				<verse number="30">Эпӗ юр шывӗпе ҫӑвӑнсассӑн та, аллӑма ҫуса тасатсассӑн та,</verse>
				<verse number="31">Эсӗ мана пурпӗрех пылчӑка путарӑн, вара хамӑн тумтирӗм хамран йӗрӗнӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл ман пек этем мар ҫав: Ӑна хирӗҫ хуравлаймастӑн, Унпа пӗрле сута каяймастӑн!</verse>
				<verse number="33">Пирӗн хушшӑмӑрта тепӗри — аллине иксӗмӗр ҫине хураканӗ — ҫук ҫав.</verse>
				<verse number="34">Вӑл Хӑйӗн туйине ман патӑмран сиринччӗ, мана ан сехӗрлентеринччӗ,</verse>
				<verse number="35">вара эпӗ калӑттӑм, Унран хӑрамӑттӑм, мӗншӗн тесессӗн ун пек ҫын мар эпӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Чунӑма пурӑнӑҫӑм йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ; хурлӑхӑма парӑнам; чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.</verse>
				<verse number="2">Калам Туррӑма: ан айӑпласамччӗ мана; пӗлтерсемччӗ: Эсӗ манпа мӗншӗн кӗрешетӗн?</verse>
				<verse number="3">Эсӗ хӗсӗрлетӗн, Хӑвӑн аллупа тунӑ ӗҫрен йӗрӗнетӗн, усал ҫынсен канашне вара ҫутӑ яратӑн, ҫакӑ аван-им-ха Саншӑн?</verse>
				<verse number="4">Санӑн куҫу этем куҫӗ-им, Эсӗ ҫын пӑхнӑ пек пӑхатӑн-им?</verse>
				<verse number="5">Санӑн кунусем — этем кунӗсем-им е Санӑн ӗмӗрӳ — ар ӗмӗрӗ-им,</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн Эсӗ манра айӑп шыратӑн, манра ҫылӑх тупма ӑнтӑлатӑн?</verse>
				<verse number="7">эпӗ йӗркесӗр ӗҫ туманнине, Сан аллунтан мана никам та хӑтарас ҫуккине Эсӗ Хӑвах пӗлетӗн.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ мана Хӑвӑн аллупа тунӑ, йӑлтах туса ҫитернӗ — ӗнтӗ Хӑвах пӗтеретӗн-и мана?</verse>
				<verse number="9">Аса ил-ха, Эсӗ мана тӑмран йӑваласа тунӑ пек ӑсталанӑ, халӗ мана каллех тӑпра тӑвасшӑн-и?</verse>
				<verse number="10">Эсӗ мар-и-ха мана сӗт юхтарнӑ пек юхтартӑн, тӑпӑрчӑ пек кӗвӗлтертӗн,</verse>
				<verse number="11">мана ӳт-тир тӑхӑнтартрӑн, мана шӑмӑпа, шӑнӑрпа ҫыхӑнтарса ҫирӗплетрӗн,</verse>
				<verse number="12">мана пурӑнӑҫпа ырӑлӑх парнелерӗн, Эсӗ мар-и пӑхса усранӑ мана?</verse>
				<verse number="13">Анчах Санӑн ӑшунта тепӗр вӑрттӑн шухӑш та пулнӑ, — пӗлетӗп, ҫав шухӑш пулнӑ Санӑн, —</verse>
				<verse number="14">ку ҫын ҫылӑха кӗнине астусах тӑрӑп, ҫылӑхӗшӗн ӑна хаса памасӑр хӑвармӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Айӑплӑ пултӑм пулсассӑн, хурлӑх ҫитӗ мана! айӑпсӑр пулсассӑн та пуҫӑма ҫӗклеме хӑяймӑп. Эпӗ мӑшкӑл курса тӑрантӑм; асапӑма курсамччӗ:</verse>
				<verse number="16">вӑл амалансах пырать. Эсӗ мана арӑслан пек хӑваласа ҫӳретӗн, каллех тапӑнатӑн мана, хӑрататӑн мана.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ мана хирӗҫ ҫӗнӗ кӳнтеленсем тупса тӑрататӑн, мана тата хытӑрах ҫилленетӗн; инкек хыҫҫӑн инкек йӑтӑнса килет ман ҫине.</verse>
				<verse number="18">Мӗншӗн Эсӗ мана анне варӗнчен кӑлартӑн-ши? манӑн никам куҫӗ куричченех вилмеллеччӗ;</verse>
				<verse number="19">нихӑҫан та пулман пек, аннем варӗнченех тупӑка кӗрсе выртмаллаччӗ!</verse>
				<verse number="20">Кунҫулӑм ахаль те кӗске мар-и? Ан тив мана, куҫӑнтан вӗҫерт мана, сӗмлӗх ҫӗршывне, вилӗм ӗмӗлкийӗн ҫӗршывне ӑсаниччен, — ӗнтӗ каялла таврӑнаймӑп, — кӑштах сывлӑш ҫавӑрам эп,</verse>
				<verse number="21"></verse>
				<verse number="22">вилӗм ӗмӗлкийӗн сӗмлӗхӗ евӗр сӗм тӗттӗм ҫӗршывра нимӗн йӗрки-ӗренки ҫук, унта сӗм-сӗмлӗхри пек тӗттӗм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Наама ҫынни Софар ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">сӑмах купине хирӗҫ сӑмах тупса калама ҫук-им, нумай калаҫакан ҫын тӳрре тухать-им?</verse>
				<verse number="3">Пуш сӑмаху арсене чӗнейми тӑвӗ тетӗн-им, ҫапла мӑшкӑлланӑшӑн сана никам та намӑслантармӗ тетӗн-им?</verse>
				<verse number="4">Эсӗ: «эпӗ тӗрӗс шухӑшлатӑп, Турӑ куҫӗ умӗнче таса эпӗ» тетӗн.</verse>
				<verse number="5">Эхер те Турӑ ҫӑвар уҫса сана сӑмах хушнӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="6">сана ӑслӑлӑх вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗ пулсассӑн, санӑн икӗ хут ытларах тӳсмелле пулатчӗ! Эппин, пӗлсех тӑр: Турӑ ахаль те санӑн хӑш-пӗр ҫылӑхна манӑҫа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ Турра тишкерсе тупаятӑн-и? Пурне те Тытса Тӑракана пӗтӗмпех пӗлсе ҫитеетӗн-и?</verse>
				<verse number="8">Вӑл тӳперен те ҫӳллӗ — мӗн тӑвайӑн эсӗ? Вӑл ҫӗр тӗпӗнчен те тарӑн — ӑҫтан пӗлейӗн эсӗ?</verse>
				<verse number="9">Унӑн виҫи ҫӗртен те вӑрӑмрах, тинӗсрен те анлӑрах.</verse>
				<verse number="10">Вӑл иртсе кайӗ те, кама-кама сӑнчӑрлӗ те, сута тӑратӗ те — Ӑна кам тытса чарайӗ?</verse>
				<verse number="11">Вӑл суя чунлӑ ҫынсене пӗлсе тӑрать, йӗркесӗр ӗҫе курать, ҫавна асӑрхамасӑр хӑварӗ-и Вӑл?</verse>
				<verse number="12">Хир ашакӗ этем пуличчен пушӑ пуҫа ӑс кӗреймӗ ҫав.</verse>
				<verse number="13">Чӗрӳне таса тытса тӑрсассӑн, аллуна Турӑ патнелле тӑссассӑн,</verse>
				<verse number="14">аллу айӑплӑ пулсан, ҫав ҫылӑхран тасалсассӑн, чатӑрусенче йӗркесӗр ӗҫ тума памасассӑн,</verse>
				<verse number="15">эсӗ хӑюллӑн пӑхӑн, ҫирӗп тӑрӑн, хӑрамӑн.</verse>
				<verse number="16">Вара инкек-синкеке те манса кайӑн: ӑна юхса кайнӑ шыв пек анчах аса илӗн.</verse>
				<verse number="17">Пурӑнӑҫу кӑнтӑр ҫутинчен те ҫутӑ пулӗ; шурӑмпуҫ килнӗ пек ҫутӑлса кайӑн.</verse>
				<verse number="18">Шанчӑк пуррипе канлӗхлӗ пулӑн; хӳтлӗхӳ пуррипе шикленмесӗр ҫывӑрӑн.</verse>
				<verse number="19">Канма выртӑн та — сана никам та хӑратмӗ, нумайӑшӗ сана юрасшӑн пулӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн вара куҫ ҫутийӗ сӳнсе ларӗ, вӗсенӗн хӳтлӗхӗ те путланӗ, шанчӑкӗ те ҫухалӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Иов вара ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">эсир кӑна ҫын иккен, эсир пулмасассӑн, ӑслӑлӑх та сыхланса юлас ҫук!</verse>
				<verse number="3">Манӑн та, сирӗнни пекех, чӗре пур, сирӗнтен кая мар эпӗ; эсир каланине кам пӗлмест?</verse>
				<verse number="4">Тусӑмӑн мӑшкӑлӗ пулса юлтӑм иккен; Турра тархасласассӑн, Вӑл мана хуравлатчӗ, эпӗ, тӳрӗ те айӑпсӑр ҫын, мӑшкӑла тӑрса юлтӑм иккен.</verse>
				<verse number="5">Хуйхӑ курман ҫын инкек-синкекрен кулать, ҫирӗп тӑракан — такӑнакан ҫынран кулать.</verse>
				<verse number="6">Хурах пусакансен чатӑрӗсем пӗр шиксӗр лараҫҫӗ, Турра ҫиллентерекенсен чатӑрӗсемшӗн те хӑрушлӑх ҫук, вӗсен хуҫисем Турра хӑйсен аллинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ тейӗн.</verse>
				<verse number="7">Чӑнах та, выльӑхран ыйт-ха — вӗрентӗ сана, вӗҫен кайӑкран ыйт-ха — пӗлтерӗ сана;</verse>
				<verse number="8">е ҫӗрпе калаҫса пӑх — ӑс парӗ сана, тинӗс пуллисем те каласа парӗҫ сана.</verse>
				<verse number="9">Пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа алли пултарнине вӗсем пӗлмеҫҫӗ-им вара?</verse>
				<verse number="10">Тӗнчере мӗн пурӑнаканӗ, пур этем сывлӑшӗ те — Унӑн аллинче.</verse>
				<verse number="11">Сӑмаха илтекенӗ хӑлха мар-и? ҫимӗҫ тутине туяканӗ чӗлхе мар-и?</verse>
				<verse number="12">Ватӑ ҫынра — ӑс, нумай пурӑннӑ ҫынра — ӑс-хакӑл.</verse>
				<verse number="13">Турӑра вара — ӑслӑлӑх та, хӑват та; Унра — канашӗ те, ӑстӑнӗ те.</verse>
				<verse number="14">Турӑ мӗн аркатни ҫӗнӗрен ҫӗкленмест; Вӑл хупса лартнӑ ҫын ирӗке тухаймасть.</verse>
				<verse number="15">Вӑл шывсене чарать те — пӗтӗм ҫӗр типсе каять; вӗсене уҫса ярать те — пӗтӗм ҫӗр улшӑнать.</verse>
				<verse number="16">Унӑн аллинче — хӑватлӑхпа ӑслӑлӑх, аташакан та, аташтаракан та — Унӑн умӗнче.</verse>
				<verse number="17">Канашҫӑсене Вӑл ҫаруран ҫӳретет, тӳресене ухмаха кӑларать.</verse>
				<verse number="18">Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать;</verse>
				<verse number="19">священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет;</verse>
				<verse number="20">вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать;</verse>
				<verse number="21">чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать;</verse>
				<verse number="22">Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать;</verse>
				<verse number="23">халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те;</verse>
				<verse number="24">ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать:</verse>
				<verse number="25">вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫапла, ҫакна пурне те эпӗ хам куҫӑмпа курнӑ, хам хӑлхампа илтнӗ, ӑна хам валли асӑрханӑ.</verse>
				<verse number="2">Эсир пӗлнӗ чухлӗ эпӗ те пӗлетӗп; эпӗ сирӗнтен кая мар.</verse>
				<verse number="3">Анчах эпӗ Пурне те Тытса Тӑраканпа калаҫӑттӑм, Турӑпа тупӑшса пӑхӑттӑм.</verse>
				<verse number="4">Эсир манӑн сурана суяпа эмеллетӗр; эсир пурсӑр та уссӑр сиплевҫӗсем.</verse>
				<verse number="5">Ах, эсир шарламасӑр тӑрайсанччӗ! ҫакна сирӗн ӑсӑр вырӑнне хума пулатчӗ.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ мӗн шухӑшланине итлӗр-ха, эпӗ хирӗҫлесе каланине тимлӗр-ха.</verse>
				<verse number="7">Сирӗн, Турӑ ячӗпе суеҫтерсе, Уншӑн тӗрӗсмарлӑх калама кирлехчӗ-ши?</verse>
				<verse number="8">Сирӗн Турӑ хутне кӗме, Ун майлӑ пулса тавлашма кирлехчӗ-ши?</verse>
				<verse number="9">Вӑл сире хӑвӑра сӑнас пулсассӑн лайӑх пулӗччӗ-и? Ӑна ҫынна улталанӑ пек улталӑттӑр-и?</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑр икӗ питлӗ пулнине пытарсассӑн та, Вӑл сире, хытӑ айӑпласа, хаса парӗ.</verse>
				<verse number="11">Унӑн аслӑлӑхӗ сире хӑратмасть-им, эсир Унран шикленместӗр-им?</verse>
				<verse number="12">Сирӗн астутарса калаҫнӑ сӑмахӑр кӗл евӗрлӗ, тӗрекӗр те сирӗн — тӑм тӗрек.</verse>
				<verse number="13">Шӑпланӑр-ха, эпӗ калаҫам, кайран ӗнтӗ кирек мӗн пултӑр.</verse>
				<verse number="14">Мӗншӗн-ха хамӑн ӳтӗме хамӑн шӑлӑмпах тулас, мӗншӗн-ха чунӑма ал тупанӗ ҫинех кӑларса хурас?</verse>
				<verse number="15">Акӑ мана вӗлерет Вӑл, эпӗ ҫавах шанса тӑратӑп; Унӑн умӗнче хамӑн ҫулӑм-йӗрӗм тӗрӗс пулнине ҫеҫ кӑтартасчӗ!</verse>
				<verse number="16">Ҫакӑ мана тӳрре кӑларӗччӗ: икӗ питлӗ ҫын Турӑ умне тӑрас ҫук!</verse>
				<verse number="17">Манӑн сӑмахӑма, эпӗ ӑнлантарнине эсир тимлесе итлӗр.</verse>
				<verse number="18">Акӑ эпӗ сутлашма тытӑнтӑм: хам тӳрӗ пулнине пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="19">Кам тавлашса ҫӗнтерейӗ мана? Кӗҫех шӑпланӑп ӗнтӗ, чунӑм тухӗ.</verse>
				<verse number="20">Икӗ япаларан ҫеҫ ҫӑлсамччӗ мана, вара Санӑн сӑнунтан пытанассӑм ҫук:</verse>
				<verse number="21">аллуна ман ҫийӗмрен илсемччӗ, Санӑн сехметӳ ан чӗтреттӗр мана.</verse>
				<verse number="22">Вара чӗн мана — эпӗ хуравлӑп е эпӗ калаҫам — Эсӗ мана хуравла.</verse>
				<verse number="23">Манӑн мӗн чухлӗ айӑп, мӗн чухлӗ ҫылӑх? хамӑн усал ӗҫӗмпе ҫылӑхӑма кӑтарт мана.</verse>
				<verse number="24">Мӗншӗн Хӑвӑн сӑнна манран пытаратӑн, мӗншӗн мана Хӑвӑн тӑшману вырӑнне хуратӑн?</verse>
				<verse number="25">Эсӗ татӑлса ӳкнӗ ҫулҫӑна хӑваламастӑн-и, типсе кайнӑ улӑм пӗрчине йӗрлеместӗн-и?</verse>
				<verse number="26">Эсӗ ман ҫинчен усал ҫыратӑн, ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӑмсемшӗн айӑплатӑн,</verse>
				<verse number="27">манӑн урана каска тӑлӑпа тӑллатӑн та пӗтӗм сукмакӑма сыхласа тӑратӑн — мана ура йӗрӗ тӑрӑх хӑваласа ҫӳретӗн.</verse>
				<verse number="28">Лешӗ вара ҫӗрӗк пек, кӗве ҫинӗ тумтир пек саланса каять.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Арӑмран ҫуралнӑ этемӗн кунҫулӗ кӗске, ӗмӗрне те вӑл хуйхӑ-суйхӑпах ирттерет:</verse>
				<verse number="2">чечек пек шӑтать те тӑкӑнсах пӗтет; ӗмӗлке пек иртсе каять, чарӑнса тӑмасть.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ ҫавӑн ҫине те куҫ уҫса пӑхатӑн-и, Эсӗ манпа сут тӑвасшӑн-и?</verse>
				<verse number="4">Таса марринчен кам таса ҫуралтӑр? Пӗр никам та.</verse>
				<verse number="5">Унӑн кунӗ шутлӑ пулсассӑн, вӑл пурӑнас уйӑхсен хисепӗ Сан аллунта пулсассӑн, ун умне иртсе каяйми чикӗ лартрӑн пулсассӑн,</verse>
				<verse number="6">куҫӑнтан вӗҫерт ӑна: тара кӗрӗшнӗ ҫын пек, вӑл та хӑйӗн кунӗ вӗҫлениччен канса илтӗр.</verse>
				<verse number="7">Йывӑҫӑн шанчӑк пур: кассассӑн та каллех чӗрӗлет вӑл, унӑн хунавӗсем ӗрчеме чарӑнмаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="8">тымарӗ ҫӗр айӗнче ватӑлнӑ пулин те, тункати тусанпа хытса ларнӑ пулин те,</verse>
				<verse number="9">вӑл нӳрре сиссенех хунав кӑларать, ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать.</verse>
				<verse number="10">Этем вара вилет те пӗтмеллипех пӗтет; каять те, ӗнтӗ ӑҫта вӑл?</verse>
				<verse number="11">Кӳлӗ шывсӑр тӑрса юлать, шывӗ чакнипе ҫырма та типсе ларать;</verse>
				<verse number="12">этем те — ҫавӑн пекех: выртӗ те — урӑх тӑмӗ те; хӑйӗн ыйхинчен вӑл тӳпе пӗтмесӗр те вӑранмӗ.</verse>
				<verse number="13">Ах, Эсӗ мана Хӑвӑн ҫиллӳ иртиччен ҫӗр тӗпӗнче пытарса тӑринччӗ, маншӑн картса хунӑ вӑхӑту иртсессӗн мана аса илинччӗ!</verse>
				<verse number="14">Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и? Палӑртса панӑ вӑхӑтӑм иртиччен кунсеренех хама улӑштарасса кӗтнӗ пулӑттӑм.</verse>
				<verse number="15">Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм, Эсӗ вара Хӑвӑн аллу пултарнӑскере кӑмӑл курӑттӑн:</verse>
				<verse number="16">халӗ Эсӗ манӑн утӑма шутласа тӑратӑн, ун чухне ҫылӑхӑмсене сыхлама пӑрахӑттӑн;</verse>
				<verse number="17">манӑн ҫылӑхсене хутаҫа чиксе ҫиеле пичет хунӑ пулӑттӑн, манӑн айӑпа Эсӗ ҫапла хупнӑ пулӑттӑн.</verse>
				<verse number="18">Анчах сӑрт-ту та тӳнсе арканать, ту хысакӗ те хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫать,</verse>
				<verse number="19">шыв чула ҫийӗнтерет; ейӳ ярса тӑпрана юхтарса каять: Эсӗ этем шанчӑкне ҫавӑн пек пӗтеретӗн.</verse>
				<verse number="20">Ӑна вӗҫне ҫитичченех хӗсӗрлетӗн те — ӗнтӗ каять вӑл; унӑн сӑн-сӑпатне улӑштаратӑн та ӑсататӑн ӑна.</verse>
				<verse number="21">Хисеплӗ-и унӑн ачи-пӑчи — вӑл пӗлмест, кӗҫӗне юлнӑ-и вӗсем — вӑл асӑрхамасть;</verse>
				<verse number="22">ӑна хӑйӗн ӳчӗ-тирӗ сурни ҫеҫ асаплантарать, чунӗ те хӑйӗншӗн ҫеҫ макӑрать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">ӑслӑ ҫын пушӑ сӑмаха хирӗҫ тавӑрса калӗ-и, хӑйӗн ӑшне вӗри ҫил тултарӗ-и,</verse>
				<verse number="3">усӑсӑр сӑмахсемпе, хевтесӗр калаҫупа тӳрре тухма хӑтланӗ-и?</verse>
				<verse number="4">Эсӗ ӗнтӗ Турӑран та хӑрами пулнӑ, Турӑ ҫинчен шухӑшлама та маннӑ.</verse>
				<verse number="5">Сана ҫылӑху ҫапла калаҫма вӗрентнӗ, эсӗ ултавҫӑ чӗлхине суйласа илнӗ.</verse>
				<verse number="6">Сана эпӗ мар, хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑвару айӑплать, хӑвӑн чӗлхӳ хӑвна хирӗҫ калаҫать.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ тӗнчере пуринчен малтан ҫуралнӑ-им, сана сӑртсенчен маларах пултарнӑ-им?</verse>
				<verse number="8">Тен, эсӗ Турӑ канашӗнче пулнӑ, тен, сана ӑслӑлӑх асӑрханӑ?</verse>
				<verse number="9">Эсӗ эпир пӗлменнине мӗн пӗлетӗн? эпир ӑнланайманнине мӗн ӑнланатӑн?</verse>
				<verse number="10">Пирӗн хушшӑмӑрта ватӑ ҫын, кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ та, пур, вӑл санӑн аҫунтан аслӑрах!</verse>
				<verse number="11">Турӑ лӑплантарни саншӑн нимӗн те мар-им? Эсӗ ҫакна пӗлместӗн-им?</verse>
				<verse number="12">Чӗрӳ ӑҫталла туртать сана, мӗншӗн питӗ мӑнаҫлӑн пӑхатӑн?</verse>
				<verse number="13">Мӗншӗн чунна Турра хирӗҫ яратӑн, мӗншӗн ҫав териех калаҫатӑн?</verse>
				<verse number="14">Таса пулма, хӑйне тӳрре хума хӗрарӑмран ҫуралнӑ этем кам вара вӑл?</verse>
				<verse number="15">Акӑ Турӑ Хӑйӗн святойӗсене те шанса пӗтереймест, Унӑн куҫӗ умӗнче тӳпе те таса мар:</verse>
				<verse number="16">апла шыв ӗҫнӗ пек ҫылӑх ҫӑтакан этем епле ирсӗр, епле таса мар.</verse>
				<verse number="17">Итле-ха мана, эпӗ сана хам мӗн курнине каласа кӑтартам,</verse>
				<verse number="18">ӑслӑ ҫынсем мӗн илтнине каласа парам, вӗсем хӑйсен ашшӗсенчен мӗн илтнине пытарса хӑварман,</verse>
				<verse number="19">ҫӗре пӗр вӗсенӗн ашшӗсене ҫеҫ панӑ пулнӑ, вӗсенӗн хушшинче ют ҫын ҫӳремен.</verse>
				<verse number="20">Йӗркесӗр ҫын хӑйне мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех асаплантарать, хӗсӗрлекен ҫынна ӗмӗр тӑршшӗ курӑнмасть:</verse>
				<verse number="21">унӑн хӑлхинче хӑрушлӑх сасси илтӗнсе тӑрать; тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ хушӑрах ун ҫине пӗтермӗш килет.</verse>
				<verse number="22">Вӑл сӗмлӗхрен хӑтӑласса шанмасть: хӑй умӗнче хӗҫ курса тӑрать.</verse>
				<verse number="23">Вӑл пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн таҫта та сӗтӗрӗнсе ҫӳрет; сӗмлӗх кунӗ хатӗрех тӑнине, вӑл алӑ тупанӗ ҫинчех пулнине пӗлет вӑл.</verse>
				<verse number="24">Ӑна нуша, хӗсӗк пурӑнӑҫ сехӗрлентерет; ӑна ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ патша пек хӑратать,</verse>
				<verse number="25">мӗншӗн тесессӗн вӑл аллине Турра хирӗҫ ҫӗкленӗ, Пурне те Тытса Тӑракана хирӗҫ тӑнӑ,</verse>
				<verse number="26">Ӑна хирӗҫ вӑл пуҫне каҫӑртса, хулӑн хулканпа хӳтӗленсе талпӑннӑ:</verse>
				<verse number="27">унӑн сӑнӗ-пичӗ самӑрланса-кӳпчесе кайнӑ, вӑл айӑкӗсене ҫу хывнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӑл ӗнтӗ тустарнӑ хуласене, ҫын пурӑнман, кӗҫех ишӗлсе анасла ларакан ҫуртсене вырӑнаҫать.</verse>
				<verse number="29">Вӑл пуян пулаймӗ, пурлӑхӗ те сыхланса юлаймӗ, вӑл мӗн пуҫтарнийӗ ҫӗр ҫине сарӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="30">Сӗмлӗхрен хӑтӑлаймӗ; унӑн хунавне ҫулӑм типӗтсе ярӗ, ҫимӗҫне ҫил татса пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="31">Аташнӑ этем кӑлӑха ан шантӑр, апла унӑн шанчӑкӗ те кӑлӑхах пулӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл вилессе те хӑй кунӗнче вилмӗ, турачӗсем те унӑн ешерсе ларас ҫук.</verse>
				<verse number="33">Иҫӗм сапаки евӗр тӑкӗ вӑл пиҫсе ҫитмен ҫырлине, ҫу йывӑҫӗ евӗр ҫухатса пӗтерӗ ҫеҫкине.</verse>
				<verse number="34">Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн килӗ-ҫурчӗ ҫапла пушанса юлӗ, сӗрев чатӑрӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="35">Вӑл усаллӑх тӗвӗлентернӗ те суя ҫуратнӑ, унӑн варӗ ултав хатӗрлет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Иов ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">кун пеккине эпӗ нумай илтнӗ; эсир пурсӑр та — мӗскӗн йӑпатмӑшсем!</verse>
				<verse number="3">Пушӑ сӑмахӑн вӗҫӗ-хӗрри пулать-ши? мӗн хӗтӗртрӗ сана ҫапла калаҫма?</verse>
				<verse number="4">Сирӗн чунӑр манӑн чунӑм вырӑнӗнче пулнӑ пулсассӑн, эпӗ те сирӗн пек калаҫнӑ пулӑттӑм; сире сӑмахпа хӑртӑттӑм, пуҫӑма сирӗн еннелле сулӑттӑм;</verse>
				<verse number="5">сире хамӑн сӑмахӑмпа тӗрек парӑттӑм, пуш пуплевӗмпе йӑпатӑттӑм.</verse>
				<verse number="6">Калаҫӑп-и — хурлӑхӑм пӗрех пусӑрӑнмасть; шарламӑп-и — мӗн ҫӑмӑллӑхӗ маншӑн?</verse>
				<verse number="7">Халӗ ӗнтӗ Вӑл мана пӗтӗмпех халран ӳкерчӗ. Эй Турӑ, Эсӗ манӑн пӗтӗм кил-йышӑма пӗтертӗн.</verse>
				<verse number="8">Мана хирӗҫ кӳнтелесе, пит-куҫӑма сӑнсӑрлатрӑн; халӑм пӗтни те хама хирӗҫ тӑрать, мана куҫранах ӳпкелет.</verse>
				<verse number="9">Унӑн ҫилли асаплантарать, мана хирӗҫ тӑрать, мана хирӗҫ шӑлне хӑйрать; тӑшманӑм ман ҫине шӑтарасла пӑхать.</verse>
				<verse number="10">Ман ҫинелле ҫӑварне карса пӑрахнӑ; вӑрҫса-хӑртса питрен ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ; пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ.</verse>
				<verse number="11">Турӑ мана йӗркесӗр ҫын аллине пачӗ, ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине ӳкерчӗ.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ лӑпкӑнах пурӑнаттӑм — Вӑл мана шалтӑрах ячӗ; ӗнсерен ярса тытрӗ те хӗнесе пӗтерчӗ, ӗнтӗ мана тӗллесех тӑрать.</verse>
				<verse number="13">Мана Унӑн тӗкӗрҫисем хупӑрласа илчӗҫ; Вӑл ӑшӑм-чиккӗме касса ҫурать, хӗрхенмест, ватӑма шӑтарса юхтарса кӑларчӗ,</verse>
				<verse number="14">ӳтӗме ҫӗмрен яра-яра шӑтарать, вӑрҫа тухнӑ ҫар ҫынни пек тапӑнать мана.</verse>
				<verse number="15">Ҫийӗме хуйхӑ тумӗ ҫӗлесе тӑхӑнтӑм, пуҫӑма тусан ӑшне чикрӗм.</verse>
				<verse number="16">Аллӑмпа усал ӗҫ тытман-туман ҫӗртенех, кӗлтӑван кӗллӗм те таса ҫӗртенех йӗре-йӗре питӗм хӗрелсе тӑртанчӗ, куҫ хупанки вилӗм ӗмӗлкипе хупланчӗ.</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18">Эй ҫӗр! манӑн юнӑма ан хупла, эпӗ кӑшкӑрса йӗни манӑҫа ан тухтӑр.</verse>
				<verse number="19">Пурпӗрех тӳпере манӑн Кӳнтеленӗм пур, ҫӳлте манӑн Хӳтӗлевҫӗ пур!</verse>
				<verse number="20">Нумай калаҫма юратакан тусӑмсем! Манӑн куҫҫулӗм Турӑ умне тӑкӑнать.</verse>
				<verse number="21">Ах, этем ывӑлӗсем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пек, ҫын Турӑпа тупӑшмалла пулсанччӗ!</verse>
				<verse number="22">Ӗнтӗ кунҫулӑм пӗтсе килет, эпӗ каялла таврӑнайми ҫӗре каятӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Сывлӑшӑм кӗскелсе килчӗ; кунӑмсем сӳнсе пыраҫҫӗ; куҫ умӗнче — тупӑксем.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем мӑшкӑлламан пулсассӑн, эпӗ вӗсем тавлашнӑ чухне те лӑпкӑн ҫеҫ пӑхса тӑраттӑм.</verse>
				<verse number="3">Эй Турӑ, мана Хӑвах пулӑшсамччӗ, маншӑн ҫӑка кӗрсемччӗ! унсӑрӑн маншӑн кам ҫӑка кӗрӗ?</verse>
				<verse number="4">Вӗсен чӗрине Эсӗ ӑстӑн кӗмелле мар хупса лартрӑн, ҫавӑнпа вӗсене ҫиеле тухма памӑн.</verse>
				<verse number="5">Кам та кам хӑйӗн тусӗсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшмасть, ҫавӑн ачисен куҫӗ сӳнсе ларӗ.</verse>
				<verse number="6">Турӑ мана халӑх кулли турӗ, ман ҫинчен юптару ярса кулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Куляннипе куҫӑм тӗтреленчӗ, ӳт-пӗвӗм те ӗмӗлке пек тӑрса юлчӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫакна курсассӑн тӳрӗ ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗҫ, айӑпсӑрри икӗ питлӗ ҫынна тарӑхса кайӗ.</verse>
				<verse number="9">Тӳрӗ ҫын хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнмӗ, таса алӑллӑ ҫын вӑй илнӗҫемӗн вӑй илсе пырӗ.</verse>
				<verse number="10">Эсир вара килӗр, пурсӑр та кунта килсе тӑрӑр; сирӗн хушшӑрта эпӗ ӑслӑ ҫын курмастӑп.</verse>
				<verse number="11">Ман ӗмӗрӗм иртрӗ; шухӑшӑмсем — чӗремӗн ӗмӗчӗсем — арканчӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем вара каҫран кун тӑвасшӑн, ҫутта сӗмлӗх умне ҫывӑхартасшӑн.</verse>
				<verse number="13">Ӗмӗтленес пулсассӑн та, манӑн килӗм-ҫуртӑм — ҫӗр тӗпӗнче; сӗмлӗхре сарӑп выртас вырӑнӑма;</verse>
				<verse number="14">тупӑкӑма: «эсӗ манӑн аттем» тейӗп; ӑмана: «эсӗ манӑн аннем, аппам-йӑмӑкӑм» тейӗп.</verse>
				<verse number="15">Ӑҫта вӑл манӑн шанчӑкӑм? манӑн шанчӑкӑма кам курнӑ?</verse>
				<verse number="16">Вӑл манпа пӗрле ҫӗр тӗпне анса кайӗ, хампа пӗрле ҫавӑнта канӑҫ тупӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Савхея ҫынни Вилдад ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">ҫапла калаҫма хӑҫан чарӑнӑр эсир? шухӑшласа пӑхӑр лайӑхрах, вара калаҫӑпӑр.</verse>
				<verse number="3">Мӗншӗн-ха пирӗн хамӑра выльӑх вырӑнне хурас, санӑн куҫу умӗнче мӑшкӑл курас?</verse>
				<verse number="4">Эй эсӗ, ҫиллӳпе хӑвӑн чунна тулаканскер! Эсӗ тесе ҫӗрӗн ҫаралса юлмалла-и, ту хысакӗн хӑй вырӑнӗнчен куҫса лармалла-и?</verse>
				<verse number="5">Ҫапла, йӗркерен тухнӑ ҫыннӑн ҫути сӳнсе ларӗ, унӑн вут-ҫулӑмӗнчен хӗлхем те юлмӗ.</verse>
				<verse number="6">Унӑн чатӑрӗ ҫутӑсӑр ларӗ, ҫутаткӑҫӗ те сӳнӗ, ҫутатмӗ.</verse>
				<verse number="7">Унӑн хӑвачӗ чакса пырӗ, хӑй тытнӑ шухӑшӗ ӑна хӑйнех ӳкерӗ:</verse>
				<verse number="8">ури серепене ҫакланӗ, вӑл танатапа ҫыхланса ҫӳрӗ.</verse>
				<verse number="9">Унӑн урине йӑлмак йӑлласа илӗ, ӑна вӑрӑ-хурах ярса тытӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑрттӑн ун валли ҫӗр ҫине сӑпӑ хунӑ, ҫӳрес ҫулӗ ҫине тапӑ лартнӑ.</verse>
				<verse number="11">Пур енчен те ӑна сехмет сехӗрлентерӗ, хӑранипе вӑл унталла та кунталла вӑйкӑнӗ.</verse>
				<verse number="12">Выҫӑпа вӑй-халӗ пӗтсе ҫитӗ, вилӗмӗ юнашарах, хатӗрех тӑрӗ.</verse>
				<verse number="13">Ӳтне-тирне ҫисе ярӗ, ӳтне-тирне вилӗмӗн малтанхи ывӑлӗ ҫисе ярӗ.</verse>
				<verse number="14">Шанчӑкне чатӑрӗнчен те хӑваласа ярӗҫ, ҫакӑ ӑна хӑрушлӑх патши патнех антарса ярӗ.</verse>
				<verse number="15">Чатӑрне урӑххисем йышӑнӗҫ: вӑл ӗнтӗ унӑн мар; кил-ҫуртне кӳкӗрт сапса тухӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Аялта тымарӗ типсе ларӗ, ҫӳлте турачӗсем хӑрса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӗр ҫинчен унӑн ячӗ те ҫухалӗ, ӑна урам хушшинче те аса илмӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Ӑна ҫут тӗнчерен сӗмлӗхе хӑваласа ярӗҫ, ӑна ҫӗр питӗнчен шӑлса тӑкӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ халӑх хушшинче унӑн ывӑлӗ те, мӑнукӗ те пулмӗ, килӗ-ҫуртӗнче никам та юлмӗ.</verse>
				<verse number="20">Унӑн кунӗ ҫинчен анӑҫра илтӗҫ те — хӑраса ӳкӗҫ, тухӑҫра илтӗҫ те — сехӗрленсе кайӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Ҫапла пулса юлать йӗркесӗр ҫыннӑн килӗ, Турра пӗлменнисен вырӑнӗ ҫапла пулса юлать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Иов вара ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">манӑн чунӑма хӑвӑр сӑмахӑрпа хӑҫанччен асаплантарӑр-ши, мана хӑҫанччен тертлентерӗр-ши?</verse>
				<verse number="3">Акӑ эсир мана пӗр вунӑ хут та хурларӑр, мана хӗстерме те вӑтанмастӑр.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ чӑнахах та ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, ҫылӑхӗ хампа пӗрлех юлӗ.</verse>
				<verse number="5">Сирӗн ман умӑмра мӑнаҫланассӑр килсессӗн, мана мӑшкӑла юлнӑшӑн ӳпкелессӗр килсессӗн,</verse>
				<verse number="6">пӗлсе тӑрӑр: мана Турӑ авса ӳкерчӗ, ман тавра Хӑйӗн серепине карса хучӗ.</verse>
				<verse number="7">Акӑ эпӗ: «пулӑшӑр!» тесе кӑшкӑратӑп — илтекен ҫук; тилмӗрсе йӑлӑнатӑп — хӳтӗлекен ҫук.</verse>
				<verse number="8">Вӑл манӑн ҫула пӳлсе хучӗ — иртсе каяймастӑп, эпӗ утас сукмака сӗмлӗхпе хупларӗ.</verse>
				<verse number="9">Манран чыс-хисепе туртса илчӗ, манран пуҫкӑшӑльне хывса илчӗ.</verse>
				<verse number="10">Мана пур енчен те хӗссе лартрӗ — ӗнтӗ каятӑп; шанчӑкӑма Вӑл йывӑҫа тӑпӑлтарнӑ пек кӑкларӗ.</verse>
				<verse number="11">Пӗтӗм ҫиллине ман ҫине ячӗ, мана Хӑйӗн тӑшманӗсемпе пӗр тан шутлать.</verse>
				<verse number="12">Ун ҫарӗсем пӗрле килчӗҫ те ман еннелле ҫул тытрӗҫ, чатӑрӑма пур енчен те хупӑрласа илчӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл манран тӑванӑмсене сивӗтрӗ, пӗле тӑрансем те манран ютшӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӗнтӗ ҫывӑх ҫыннӑмсем мана пӑрахрӗҫ, палла тӑрансем те манӑҫа хӑварчӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ман килӗмре хӳтлӗх тупнисем те, тарҫӑмсем те мана ют ҫын вырӑнне картаҫҫӗ; вӗсемшӗн эпӗ таҫтан килнӗ ҫын пулса тӑтӑм.</verse>
				<verse number="16">Тарҫӑма чӗнетӗп — вӑл сасӑ та памасть; халь ӑна хамӑн йӑлӑнас пулать.</verse>
				<verse number="17">Сывлан сывлӑшӑмран арӑмӑм йӗрӗнет, ӑна ӗнтӗ тӑван ачасен ячӗпе йӑлӑнатӑп.</verse>
				<verse number="18">Манран пӗчӗк ачасем те йӗрӗнеҫҫӗ: эпӗ ура ҫине тӑнӑ чухне манран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Чи ҫывӑх туссем пурте ютшӑнаҫҫӗ манран, ӗлӗк хам юратнӑ ҫынсем те мана хирӗҫ тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Шӑммӑмсем тирӗм ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларчӗҫ, ӳтӗм шӑл тунинче ҫеҫ тӑрса юлчӗ.</verse>
				<verse number="21">Хӗрхенсемӗр мана, хӗрхенсемӗр мана, тусӑмсем: мана Турӑ алли килсе тиврӗ.</verse>
				<verse number="22">Мӗншӗн эсир те мана Турӑ пек йӗрлетӗр, мана тӑрана пӗлми кӑшлатӑр?</verse>
				<verse number="23">Ах, манӑн сӑмахӑмсене ҫырса хурсанччӗ! кӗнеке ҫине ӳкерсенччӗ вӗсене,</verse>
				<verse number="24">тӑхлан вӗҫлӗ тимӗр ҫырапа чул хӑма ҫине ӗмӗрлӗхе касса ҫырсанччӗ!</verse>
				<verse number="25">Пӗлетӗп эпӗ: мана Хӳтӗлекен чӗрӗ, юлашки кун ҫитсессӗн Вӑл ҫак ҫӗрсе пыракан ӳтӗм-тирӗме ҫӗнетӗ,</verse>
				<verse number="26">вара эпӗ, ӳтленнӗскер, Турра курӑп.</verse>
				<verse number="27">Эпӗ Ӑна хамах курӑп; ҫын куҫӗпе мар, хамӑн куҫӑмпа курӑп. Ӑшӑмра чӗрем ҫунса тӑрать!</verse>
				<verse number="28">«Эпир ӑна мӗншӗн хӗсӗрлетпӗр-ха?» темеллеччӗ сирӗн — усаллӑх тымарӗ манра тупӑннӑ пек калаҫатӑр.</verse>
				<verse number="29">Хӗҫрен хӑраса тӑрӑр: усал тунӑшӑн хӗҫ тавӑрать; сут пуррине пӗлсе тӑрӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Наама ҫынни Софар ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">шухӑшӑмсем сана хуравлама хӗтӗртеҫҫӗ, ҫийӗнчех каласа кӑтартам-ха.</verse>
				<verse number="3">Итлесе лартӑм та, эсӗ мана ӳпкелесе-хурласах пӗтертӗн, ӗнтӗ маншӑн ӑстӑнӑм хуравлатӑр.</verse>
				<verse number="4">Пӗлместӗн-им эсӗ, ӗмӗртенпех — этеме ҫӗр ҫине вырӑнаҫтарнӑранпах —</verse>
				<verse number="5">йӗркесӗр ҫынсенӗн савӑнӑҫӗ вӑрӑма пымасть, икӗ питлӗ ҫыннӑн хӗпӗртесси те самантлӑха анчах.</verse>
				<verse number="6">Унӑн чапӗ тӳпене ҫити ҫӗкленсессӗн те, пуҫӗ пӗлӗте перӗнсессӗн те,</verse>
				<verse number="7">хӑйӗн каяшӗ пек, вӑл ӗмӗрлӗхе ҫухалӗ; ӑна курнисем: «ӑҫта-ши вӑл?» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Тӗлӗк пек вӗҫсе иртӗ те — тупаймӗҫ ӑна; ҫӗрле темӗскер курӑннӑ пек курӑнӗ те — ҫухалӗ.</verse>
				<verse number="9">Пӗрре курнӑ куҫ ӑна урӑх кураймӗ, ӑна хӑйӗн вырӑнӗ те асӑрхаймӗ.</verse>
				<verse number="10">Унӑн ывӑлӗсем кӗлмӗҫсене юрама тӑрӑшӗҫ, хӑйӗн алли туртса илнине хӑй аллиех тавӑрса парӗ.</verse>
				<verse number="11">Унӑн шӑммисенче — ҫамрӑклӑх вӑйӗ, анчах вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр айне кайӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ун ҫӑварӗнче усаллӑх пылаккӑн туйӑнсассӑн та, вӑл ӑна чӗлхи айӗнче пытарса ҫӳресессӗн те,</verse>
				<verse number="13">упрасассӑн та, сыхласассӑн та, ҫӑварӗнчех хыпса ҫӳресессӗн те,</verse>
				<verse number="14">ҫав ҫимӗҫ унӑн ӑшӗнче аспид вачӗ пулса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫын пурлӑхне ҫӑтнӑскер, вӑл ӑна хӑсса кӑларӗ: Турӑ ҫавна ун ӑшӗнчен тӗппипе сирпӗнтерӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл ҫӗлен наркӑмӑшне ӗмет; ӑна ехидна сӑнни вӗлерӗ.</verse>
				<verse number="17">Пылпа сӗт юхса выртакан ҫӑлсемпе ҫырмасене курас ҫук вӑл!</verse>
				<verse number="18">Ҫыннӑн асаппа пухӑннӑ мулне ҫӑтса яраймӗ, каялла тавӑрса парӗ; пурлӑхне кура тавӑру пулӗ, савӑнсах тӑраймӗ:</verse>
				<verse number="19">вӑл ҫынна пусмӑрласа пурӑннӑ, чухӑнсене пуш алӑпа янӑ, ҫын лартнӑ ҫурт-йӗре турта-турта илнӗ;</verse>
				<verse number="20">унӑн хырӑмӗ тӑрана пӗлмен, ӗмӗтсӗрскер, ниме те уяса тӑман вӑл.</verse>
				<verse number="21">Ун ҫӑткӑнлӑхӗнчен нимӗн те хӑтӑлайман, ҫавӑнпа телейӗ те нумая пырас ҫук.</verse>
				<verse number="22">Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ чухнех инкек пырса ҫапӗ, ун ҫине пӗтӗм асап пӗр харӑссӑн йӑтӑнса анӗ.</verse>
				<verse number="23">Хырӑмне тултарнӑ чухнех ун ҫине Турӑ хаяр ҫиллине кӑларӗ, ҫумӑр ҫутарнӑ пек, унӑн ӳчӗ ҫине [чир-чӗр] ҫутарӗ.</verse>
				<verse number="24">Тимӗр кӑралтан тарса хӑтӑлӗ — ӑна пӑхӑр ҫӗмрен тӑрӑнса ларӗ;</verse>
				<verse number="25">ҫӗмренӗ ӑна витӗр шӑтарса тухӗ, ҫурӑмӗнчен тухӗ, унӑн вӗҫӗ ватне шӑтарӗ; ӗнтӗ вилӗм сехмечӗсем ҫитӗҫ ӑна!</verse>
				<verse number="26">Ӑна сӗмлӗх кӗтсе-сыхласа тӑрать; ӑна этем алли чӗртмен вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ; чатӑрӗнче мӗн юлнине те пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="27">Тӳпе унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене уҫса парӗ, ҫӗр те ӑна хирӗҫ тӑрӗ.</verse>
				<verse number="28">Унӑн ҫуртӗнче пухӑннӑ мул пӗтсе ларӗ; Турӑ ҫилли ҫитнӗ кун пӗтӗмпех саланӗ.</verse>
				<verse number="29">Турӑ саккунне уяман ҫыншӑн Турӑран пай ҫавӑ пулӗ, Пурне те Тытса Тӑракан панӑ еткерлӗхӗ унӑн ҫавӑ пулӗ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Иов ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">манӑн сӑмахӑма тимлӗн итлӗр-ха, ҫапла та пулин йӑпатӑр-ха мана.</verse>
				<verse number="3">Тӳсӗмлӗх ҫитерӗр-ха, эпӗ калаҫам; каласа пӗтерсессӗн мӑшкӑллӑр вара.</verse>
				<verse number="4">Ара, эпӗ этеме йӑлӑнатӑп-им? епле-ха манӑн ӳпкелешес мар?</verse>
				<verse number="5">Пӑхӑр-ха ман ҫине — сехӗрленсех ӳкӗр, хӑвӑр ҫӑвара аллӑрпа хуплӑр.</verse>
				<verse number="6">Аса илсенех ҫӳҫенетӗп, ҫан-ҫурӑм чӗтреве ерет.</verse>
				<verse number="7">Мӗншӗн-ха йӗркесӗр ҫынсем вилмеҫҫӗ, ватӑличченех пурӑнаҫҫӗ, вӗсен вӑй-халӗ те ҫирӗп?</verse>
				<verse number="8">Вӗсен ачисем те хӑйсем умӗнчех, мӑнукӗсем те куҫ умӗнчех.</verse>
				<verse number="9">Вӗсен килӗсем хӑрушлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, вӗсем тӗллӗн Турӑ туйи ҫук.</verse>
				<verse number="10">Вӗсен вӑкӑрӗ ахаль йӑхмасть, вӑрлӑхне ахаль юхтармасть, вӗсен ӗни ахаль ертмест, вӑхӑтсӑр пӑруламасть.</verse>
				<verse number="11">Ачи-пӑчи кӗтӳ пек йышлӑ, пӗчӗккисем сиккелесе ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Тӳнкӗрпе кӗсле кӗввине янӑратса, шӑхличӗ каласа савӑнаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="13">ӗмӗрне телейлӗ пурӑнса ирттереҫҫӗ те ҫӗр тӗпне те сасартӑк, ҫӑмӑллӑн, анса каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Хӑйсем вара Турра ҫапла калаҫҫӗ: «кай пирӗн патӑмӑртан, пирӗн Санӑн ҫулна пӗлес те килмест!</verse>
				<verse number="15">Уншӑн ӗҫлесе тӑма — Пурне те Тытса Тӑракан пирӗншӗн камах вара Вӑл? Ӑна тилмӗрсе мӗн усси пултӑр?» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Куратӑн-и, вӗсен телейӗ хӑйсен аллинчен килмест. — Йӗркесӗр ҫынсен канашӗ манран аякра тӑтӑр!</verse>
				<verse number="17">Саккуна уяманнисен ҫутаткӑҫӗ тӑтӑшах сӳнет-и, вӗсене час-часах инкек пулать-и, ҫилленсе кайса, Турӑ вӗсене хӗн-асап кӑтартать-и?</verse>
				<verse number="18">Вӗсен ҫил умӗнчи улӑм пӗрчи пек, ҫавраҫил вӗҫтерсе каякан арпа пек пулмалла.</verse>
				<verse number="19">«Вӑл курас асапа Турӑ унӑн ачисем валли упрать» тейӗн эсӗ. — Ан тив, Турӑ ӑна хӑйне кӑтарттӑр, вӑл ҫавна пӗлсе тӑтӑр.</verse>
				<verse number="20">Хӑйӗн асапне вӑл хӑй куҫӗпе куртӑр, Пурне те Тытса Тӑраканӑн ҫиллине хӑй тутанса пӑхтӑр.</verse>
				<verse number="21">Хӑйӗн кунҫулӗ вӗҫленсессӗн, унӑн хӑйӗн кил-йышӗ ҫумӗнче мӗн ӗҫ пур?</verse>
				<verse number="22">Ӗнтӗ Турра ӑслӑлӑха вӗрентӗн-и? Вӑл ҫӳлтисене те сут тӑвать.</verse>
				<verse number="23">Пӗри шӑпах хӑй вӑйпитти чухне питӗ лӑпкӑн, асапланмасӑр вилсе выртать;</verse>
				<verse number="24">унӑн ӑшчикки ҫара ҫу, шӑмминче туп-тулли миме.</verse>
				<verse number="25">Тепӗри вара чунтан хурланса, ӗмӗрӗнче пӗр ырӑ курмасӑр вилет.</verse>
				<verse number="26">Иккӗшӗ те вӗсем ҫӗр айӗнче выртӗҫ, иккӗшне те хурт сӑрса илӗ.</verse>
				<verse number="27">Эпӗ сирӗн шухӑшӑра, мана хирӗҫ епле чее мелсем шутласа кӑларасса пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="28">Эсир: «чаплӑ ҫын килӗ-ҫурчӗ ӑҫта халӗ, саккуна уяманнисем пурӑннӑ чатӑр хӑш тӗлте?» теме пултаратӑр.</verse>
				<verse number="29">Эсир ҫул ҫӳрекенсенчен ыйтман-им, вӗсем мӗн асӑрханине пӗлместӗр-им:</verse>
				<verse number="30">пӗтес кунхине усал ҫын хӑтӑлса юлать, Турӑ ҫилли унӑн айккинчен иртсе каять.</verse>
				<verse number="31">Вӑл мӗнле ҫулпа ҫӳренине унӑн куҫне кам кӑтарттӑр, усал ӗҫӗсемшӗн ӑна кам тавӑртӑр?</verse>
				<verse number="32">Ӑна масар ҫине те чыслӑн ӑсатаҫҫӗ, вилтӑприйӗ ҫине хурал тӑратаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="33">Канлӗ выртать вӑл, айлӑм тӑпри ҫӑмӑл уншӑн, ун хыҫҫӑн халӑх кӗпӗрленсе пырать, умӗнчен пыракансен те имӗ-сумӗ ҫук.</verse>
				<verse number="34">Мӗнле-ха эсир мана пулманнипе-ҫуккипе йӑпатасшӑн? Сирӗн сӑмахӑрта суя анчах.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">этем Турра усӑ кӳреет-и вара? Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑйне усӑ кӳрет.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ тӳрӗ ҫын пулни Пурне те Тытса Тӑракана савӑнӑҫ кӳрет-и? санӑн ҫулусем айӑпсӑр пулни Ӑна усӑ парать-и?</verse>
				<verse number="4">Вӑл, санран хӑраса, санпа тупӑшма тытӑнӗ тетӗн-и, санпала сута тӑрӗ тетӗн-и?</verse>
				<verse number="5">Чӑнах, усаллӑху питӗ пысӑк иккен, ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫӳсен шучӗ те ҫук.</verse>
				<verse number="6">Паллах, эсӗ тӑванусенчен сӑлтавсӑрах саклат илнӗ, ҫынран юлашки тумтирне хывса илнӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӑшӗ хыпнипе халран кайнӑ ҫынна шыв та паман, выҫӑхнӑ ҫыншӑн ҫӑкӑрна хӗрхеннӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӗре вӑйлисем тытса тӑраҫҫӗ ҫав, унта мӑнаҫлисем пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Тӑлӑх арӑмсене пушӑ алӑпа кӑларса янӑ, тӑлӑх-турата нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑншӑн мӑйкӑча ҫакланнӑ та эсӗ, пӗр кӗтмен ҫӗртен сана сехмет ҫапса хуҫнӑ:</verse>
				<verse number="11">ҫак сӗмлӗхре эсӗ нимӗн те курмастӑн, сана шывсем хупласа хунӑ.</verse>
				<verse number="12">Турӑ тӳперен те ҫӳлерех мар-и? ҫӳлелле ҫӑлтӑрсем ҫине пӑх-ха — епле ҫӳлте вӗсем!</verse>
				<verse number="13">Эсӗ вара: «Турӑ мӗнех пӗлтӗр?» тетӗн, «сӗмлӗх витӗр Вӑл мӗнле сут тӑвайтӑр?</verse>
				<verse number="14">тӳпе тавра ҫаврӑннӑ чухне Ӑна ҫӑра пӗлӗтсем курма чӑрмантараҫҫӗ» тетӗн.</verse>
				<verse number="15">Саккуна уяман сӗм авалхи ҫынсен ҫулӗпе ҫӳрес тетӗн-им эсӗ?</verse>
				<verse number="16">Вӗсен никӗсне шыв хупласа илсессӗн, вӗсене вӑхӑтсӑр пӗтерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем Турра: «кай пирӗн патӑмӑртан!» тенӗ. «Пурне те Тытса Тӑракан пире мӗн тӑвайтӑр?» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Турӑ вара вӗсен килне-ҫуртне пурлӑх тултарнӑ! Усал ҫынсен канашӗ манран аякра тӑтӑр!</verse>
				<verse number="19">Тӳрӗ ҫынсем ҫавна курсассӑн хавасланаҫҫӗ, айӑпсӑр ҫын кулса тӑрать:</verse>
				<verse number="20">«пирӗн тӑшман пӗтрӗ, вӗсенчен мӗн юлнине вут-ҫулӑм ҫунтарса ячӗ» тет.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ Турра ҫывӑх пул — вара канӑҫлӑ пулӑн; ҫавӑн урлӑ саншӑн ырӑлӑх ҫитӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл пӗлтернӗ саккуна йышӑн, Унӑн сӑмахӗсене чӗрӳ варрине ил.</verse>
				<verse number="23">Пурне те Тытса Тӑракан еннелле ҫаврӑнсассӑн, пурӑнӑҫу каллех малалла кайӗ, усаллӑха чатӑру патӗнчен аяккалла сирсе ярӑн;</verse>
				<verse number="24">ылтӑн-кӗмӗлне тусан вырӑнне ҫеҫ хурӑн, Офир ылтӑнӗ саншӑн ҫырма чулӗ шутланӗ.</verse>
				<verse number="25">Пурне те Тытса Тӑраканӗ саншӑн санӑн ылтӑну, санӑн ҫутӑ кӗмӗлӳ пулӗ,</verse>
				<verse number="26">Пурне те Тытса Тӑраканӗ санӑн савӑнӑҫу пулӗ, пуҫна ҫӗклесе Турӑ еннелле пӑхӑн.</verse>
				<verse number="27">Ӑна кӗлтӑвӑн та — Вӑл сана илтӗ, ху сӑмах панине пурӑнӑҫа килтерӗн.</verse>
				<verse number="28">Мӗнле тума шутласа хурӑн, ҫавӑн пек пулса пырӗ, ҫӳрес ҫулу тӗлӗнче ҫутӑ ялкӑшса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="29">Кам та кам хурлӑх айне пулсассӑн, эсӗ: «ҫӗклесем!» тейӗн те — Вӑл пуҫ уснӑ ҫынна ҫӗклесе тӑратӗ.</verse>
				<verse number="30">Айӑплӑ пулсассӑн та, ӑна хӑтарӗ, ӑна санӑн аллун тасалӑхӗ ҫӑлса хӑварӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Иов ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">эпӗ халӗ те ӳпкелешсе калаҫатӑп: асапӑм хам йынӑшнинчен те йывӑртарах.</verse>
				<verse number="3">Ах, эпӗ Ӑна ӑҫта тупмаллине пӗлейсенччӗ, Унӑн аслӑ пуканӗ умне пырса тӑрайсанччӗ!</verse>
				<verse number="4">Унӑн умӗнче тавӑҫӑм ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм, тӳрре тухмалли сӑмахӑм туллиех тупӑнӗччӗ манӑн;</verse>
				<verse number="5">Вӑл мана мӗнле хуравланине пӗлӗттӗм, Вӑл мӗн каланине ӑнласа илӗттӗм.</verse>
				<verse number="6">Вӑл манпала мӗнпур хӑвачӗпе тупӑшнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук, апла пулмӗ! Вӑл мана асӑрхаса илинччӗ ҫеҫ.</verse>
				<verse number="7">Ун чухне тӳрӗ ҫын Унпа тупӑшма та пултарӗччӗ — эпӗ вара хамӑн Тӳререн яланлӑхах ирӗк илӗттӗм.</verse>
				<verse number="8">Анчах акӑ эпӗ малалла каятӑп — Вӑл ҫук, каялла ҫаврӑнатӑп — тупаймастӑп Ӑна;</verse>
				<verse number="9">сулахай енче мӗн те пулин тӑвать-ши Вӑл — эпӗ курмастӑп; сылтӑмра пытанса тӑрать-ши — асӑрхамастӑп.</verse>
				<verse number="10">Анчах Вӑл ман ҫула пӗлсе тӑрать; сӑнаса пӑхтӑрччӗ мана — эпӗ ылтӑн пек тухӑп.</verse>
				<verse number="11">Манӑн ура Унӑн йӗрӗпе ҫирӗп пырать; эпӗ Унӑн ҫулне асран яман, ҫулран сулӑнман.</verse>
				<verse number="12">Унӑн ӳкӗчӗсенчен пӑрӑнман; Унӑн сӑмахне хамӑн йӑла-йӗркерен мала хурса тытса пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл ҫирӗп тӑрать; Ӑна кам урӑхла тутарайтӑр? Кӑмӑлӗ мӗн ыйтать, Вӑл ҫавна тӑвать.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла, Вӑл мана мӗн пӳрнине тумасӑр хӑвармӗ, ун евӗрли нумай Унӑн.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑнпа эпӗ Унӑн умӗнче чӗтӗресе тӑратӑп; шухӑшлатӑп та — Унран сехӗрленетӗп.</verse>
				<verse number="16">Турӑ манӑн чӗреме хавшатса хӑварчӗ, Пурне те Тытса Тӑракан мана хӑратса ӳкерчӗ.</verse>
				<verse number="17">Мӗншӗн мана ҫак сӗмлӗхрен маларах пӗтермен-ши, мӗншӗн Вӑл ҫак сӗмлӗхе ман куҫӑмран пытармарӗ-ши?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Пурне те Тытса Тӑракан мӗншӗн вӑхӑтне палӑртса хуман-ши? Ӑна пӗлекенсем те Унӑн кунӗсене курмаҫҫӗ!</verse>
				<verse number="2">Хир чиккисене куҫараҫҫӗ, выльӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ те хӑйсем патӗнче кӗтеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="3">тӑлӑх-туратӑн ашакне илсе тухаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмӑн вӑкӑрне саклата илеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="4">кӗлмӗҫсене ҫул ҫинчен тӗртсе яраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче мӗскӗне юлнисен пурин те пытанса пурӑнма тивет.</verse>
				<verse number="5">Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать;</verse>
				<verse number="6">вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ;</verse>
				<verse number="7">ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="8">тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="9">тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ;</verse>
				<verse number="10">тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ;</verse>
				<verse number="11">вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Хулара йынӑшни илтӗнсе тӑрать, ҫын аллинчен вилекенӗн чунӗ кӑшкӑрса макӑрать — Турӑ вара ҫакна чармасть.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем хушшинче ҫутта курайманнисем пур, ҫавсем ҫутӑ ҫулне пӗлмеҫҫӗ, унӑн ҫулӗпе ҫӳремеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫын вӗлерекен тул ҫутӑличченех вӑранать, мӗскӗне, кӗлмӗҫе вӗлерет, ҫӗрле вара вӑрӑ туса ҫӳрет.</verse>
				<verse number="15">Аскӑн ҫыннӑн куҫӗ те каҫ пуласса кӗтсе тӑрать: «мана никам та курас ҫук» тесе питне хуплать.</verse>
				<verse number="16">Кӑнтӑрла сӑнаса хураҫҫӗ те тӗттӗмленсессӗн ҫуртсене аялтан алтса кӗреҫҫӗ; вӗсем ҫутта пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Ирхи ҫутӑ вӗсемшӗн — вилӗм ӗмӗлкипе пӗрех: вилӗм ӗмӗлкинчен сехӗрленсе курнӑ вӗсем.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем шыв ҫийӗнче тытӑнса тӑраймӗҫ, вӗсен ҫӗр ҫинчи пайӗ ылханлӑ, вӗсен иҫӗм пахчийӗ енне каякан ҫул пуш-пушӑ.</verse>
				<verse number="19">Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк юр шывне ҫӑтнӑ пек, ҫылӑхлӑ ҫынсене тамӑк ҫӑтса ярать.</verse>
				<verse number="20">Ӑна амӑшӗн варӗ те манса кайтӑр; хурт-кӑпшанкӑ ҫисе килентӗр ӑна; унӑн ячӗ те ан юлтӑр; йӗркесӗр ҫын йывӑҫ хуҫӑлнӑ пек хуҫӑлса антӑр,</verse>
				<verse number="21">вӑл ача-пӑча курман арӑма та хӗсӗрлет, тӑлӑх арӑма та усал кӑтартать.</verse>
				<verse number="22">Турӑ Хӑйӗн вӑйӗпе вӑйлисене те аркатать; ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те вӗсем — хӑйсем чӗрӗ юласси-юлмассине те пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Турӑ вӗсене лӑпкӑн, тӑнӑҫлӑн пурӑнма май парать, анчах вӗсен ҫулӗсене курсах тӑрать.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем питӗ ҫӳле ҫӗкленчӗҫ те — акӑ вӗсем ҫук та: ыттисем пекех ӳкеҫҫӗ те вилеҫҫӗ, пучах тӑрри касӑлнӑ пек касӑлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Ун пек мар-и? Кам мана суяпа тытӗ? кам манӑн сӑмахӑма пӑрахӑҫ тӑвӗ?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Савхея ҫынни Вилдад ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">пӗтӗм тӗнче — Турӑ аллинче, пӗтӗм тӗнче Унран хӑраса тӑрать; Вӑл ҫӳл тӳпере йӗрке туса тӑрать!</verse>
				<verse number="3">Унӑн ҫарӗн шучӗ пур-и? Унӑн ҫути кама ҫутатмасть?</verse>
				<verse number="4">Турӑ умӗнче этем епле тӳрре тухайтӑр, арӑмран ҫуралнӑскерӗ епле таса пулайтӑр?</verse>
				<verse number="5">Унӑн куҫӗ умӗнче уйӑх та ҫутӑ мар, ҫӑлтӑрсем те таса мар.</verse>
				<verse number="6">Этем тесессӗн вара — вӑл хурт-кӑпшанкӑ ҫеҫ, этем ывӑлӗ — кӗве ҫеҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Иов ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">халсӑр ҫынна еплерех пулӑшрӑн ӗнтӗ, хевтесӗр алла тӗревлерӗн ӗнтӗ!</verse>
				<verse number="3">Мӗн тери ӑслӑ канаш патӑн айвана, ӗҫе епле тӗпӗ-йӗрӗпе каласа ӑнлантартӑн!</verse>
				<verse number="4">Ку сӑмахсене эсӗ кама каларӑн, кам хӑвачӗпе калаҫрӑн?</verse>
				<verse number="5">Рефаимсемпе шывра пурӑнакансем шыв тӗпӗнче чӗтресе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Турӑ умӗнче ҫӗр тӗпӗ те уҫӑ тӑрать, Аваддон та хупӑ мар.</verse>
				<verse number="7">Турӑ пушӑ тӗле ҫурҫӗр тӳпине карса хунӑ, нимӗн ҫук вырӑна ҫӗр ҫакса янӑ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл Хӑйӗн пӗлӗчӗсенче шыв тытса тӑрать, пӗлӗтсем пурпӗр ишӗлсе анмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Унта Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне лартнӑ, ун тӗлне пӗлӗт карнӑ.</verse>
				<verse number="10">Шыв ҫийӗн, ҫутӑпа сӗмлӗхе уйӑрса, Вӑл чикӗ палӑртса хунӑ.</verse>
				<verse number="11">Ун аслатийӗ авӑтса ярсассӑн, тӳпе юписем чӗтресе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе тинӗсе хумхантарать, Хӑйӗн ӑсӗпе Рахаба аркатать.</verse>
				<verse number="13">Вӑл вӗрнипе тӳпе уҫӑлать, Унӑн алли явкаланакан ҫӗлене тӗп тӑвать.</verse>
				<verse number="14">Ку — Унӑн ӗҫӗн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ-ха! Эпир Ун ҫинчен питӗ сахал пӗлетпӗр, Ун хӑвачӗн кӗрлевне кам ӑнкарса илейӗ?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Иов хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ сӑмахне малалла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">мана сутсӑрах асаплантаракан Турӑ, Пурне та Тытса Тӑраканӗ, чунӑма хӗн кӑтартаканӗ, чӗрӗ!</verse>
				<verse number="3">Сывлан сывлӑшӑм хам ӑшӑмра чухне, сӑмсара Турӑ сывлӑшӗ пур чухне</verse>
				<verse number="4">манӑн чӗлхем тӗрӗс маррине калас ҫук, ҫӑварӑмран суя сӑмах тухас ҫук.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сирӗнпе ниепле те килӗшейместӗп; мӗн виличченех хама айӑпсӑр тесе шухӑшлатӑп.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ хамӑн тӳрӗлӗхӗме ҫирӗп тытса тӑтӑм, ӑна вӗҫертессӗм ҫук; чӗрем мана ӗмӗрӗм тӑршшӗнче те ӳпкелемӗ.</verse>
				<verse number="7">Манӑн тӑшман — ҫылӑхлӑ ҫын, мана хирӗҫ тӑракан йӗркесӗр ҫын шутлантӑр.</verse>
				<verse number="8">Чунне Турӑ кӑларса илсессӗн, икӗ питлӗ ҫыншӑн мӗн шанчӑкӗ юлтӑр?</verse>
				<verse number="9">Ҫав ҫынна инкек-синкек ҫитсессӗн, Турӑ вӑл йӗрсе йӑлӑннине илтӗ-и?</verse>
				<verse number="10">Пурне те Тытса Тӑракана шанса лӑпланӑҫ тупӗ-и вӑл, кирек хӑҫан та Турра чӗнӗ-и вӑл?</verse>
				<verse number="11">Сире Турӑ аллинче мӗн пуррине пӗлтерем; Пурне те Тытса Тӑракан ирӗкӗнче мӗн иккенне пытарса тӑмӑп.</verse>
				<verse number="12">Акӑ эсир пурсӑр та хӑвӑрах куртӑр; мӗншӗн-ха ҫапла пуш сӑмах ҫапатӑр?</verse>
				<verse number="13">Йӗркесӗр ҫыннӑн Турӑран илес пайӗ, хӗсӗрлевҫӗсен Пурне те Тытса Тӑраканран илес еткерӗ ҫакӑ.</verse>
				<verse number="14">Унӑн ывӑлӗсем, ӗрчес пулсассӑн та, хӗҫ айне пулӗҫ; унӑн тӑхӑмӗсем тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе кураймӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ун хыҫҫӑн юлакансене вилӗм ҫӗр айне тӑвӗ, вӗсемшӗн тӑлӑх арӑмӗсем те хӳхлемӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Купипе пухнӑ кӗмӗлӗ уншӑн тусан пек пулӗ, янтӑланӑ тумтирӗ пылчӑк пек пулӗ,</verse>
				<verse number="17">мӗн янтӑласа хунине тӳрӗ ҫын тӑхӑнса ҫӳрӗ, кӗмӗлӗ вара айӑпсӑр ҫынна тивӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл лартакан ҫурт-йӗр те — кӗве йӑви анчах, хуралҫӑ туса лартнӑ хӳшӗ анчах;</verse>
				<verse number="19">ҫывӑрмашкӑн пуян халлӗн выртӗ — тӑрасса урӑхла тӑрӗ; куҫне уҫса пӑхӗ те — вӑл урӑх ҫын иккен.</verse>
				<verse number="20">Шыв ҫавӑрса илнӗ пек, ӑна тискер сехмет ҫитсе ҫапӗ; ҫӗр варринче ӑна ҫил-тӑвӑл ҫаклатӗ.</verse>
				<verse number="21">Ӑна тухӑҫ ҫилӗ ҫавӑрттарса-вӗҫтерсе кайӗ, тарӗ вӑл, мӗнпур вӑйран чупӗ;</verse>
				<verse number="22">тем пекех тарса хӑтӑлас тесессӗн те, ҫилӗ вирлӗн тапӑнӗ ӑна, хӗрхенсе тӑмӗ.</verse>
				<verse number="23">Унран ӗнтӗ пӗҫҫе ҫапса тӗлӗнӗҫ, ун хыҫӗнчен пӑхса шӑхӑрса юлӗҫ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Ҫапла! кӗмӗлӗн ҫӗр айӗнче тымарӗ пур, ылтӑнӑн хӑйне шӑратакан вучахӗ пур.</verse>
				<verse number="2">Тимӗр ҫӗр айӗнчен тупӑнать; пӑхӑра чултан шӑратса кӑлараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Этем сӗмлӗхе пӳлет, сӗм тӗттӗм ҫӗрте, вилӗм ӗмӗлки ҫумӗнче тӑрӑшса-тимлесе чул шырать.</verse>
				<verse number="4">Хаклӑ чул-тӑпра тупса кӑлармашкӑн нихӑҫан ура пусман ҫӗрте пусӑ алтаҫҫӗ, ҫӗр айне анаҫҫӗ, ҫынсенчен аякра ҫакӑнса-сулланса тертленеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Тырӑ-пулӑ ӳстерсе паракан ҫӗре, шалтан вут-ҫулӑмпа ҫунтарнӑ евӗр, алтӑкласа пӗтереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнти чулсем — сапфир вырӑнӗ, ылтӑн пӗрчисем те ҫавӑнтах.</verse>
				<verse number="7">Вӗсен тӗлне ӑмӑрткайӑк та пӗлмест, ӑна хӑлат куҫӗ те курман;</verse>
				<verse number="8">ҫав ҫӗре арӑслан ури те пырса пусман, унта шакал та ҫӳремен.</verse>
				<verse number="9">Этем гранит чула та касать, сӑрт-тӑва тӗпрен йӑвантарать;</verse>
				<verse number="10">чакӑл тӑва алтса кӗрет, унӑн куҫӗ пур хаклӑ чула асӑрхать;</verse>
				<verse number="11">юхӑм шывсене чарать те пытаннӑ мула ҫутта илсе тухать.</verse>
				<verse number="12">Анчах ӑслӑлӑха мӗнле тупмалла-ха, ӑстӑна хӑш тӗлте шырамалла?</verse>
				<verse number="13">Этем ӑслӑлӑх хакне пӗлмест, ӑна чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче тупаймастӑн.</verse>
				<verse number="14">Ҫӗр айӗнчи шыв: «манра ҫук вӑл» тет; тинӗс те: «манра мар» тет.</verse>
				<verse number="15">Ӑна ылтӑнла туянма ҫук, кӗмӗл виҫипе те илме ҫук;</verse>
				<verse number="16">ӑна Офир ылтӑнӗпе те, хаклӑ йышши оникспа та, сапфирпа та хаклама ҫук;</verse>
				<verse number="17">унпа ылтӑн та, кристалл та танлашаяс ҫук, ӑна таса ылтӑн савӑтпа та улӑштарса илеймӗн.</verse>
				<verse number="18">Мерченпе ахах пирки асӑнма та кирлӗ мар, ӑслӑлӑх тупасси рубин тупассинчен йывӑртарах.</verse>
				<verse number="19">Эфиопи топазӗ те ӑслӑлӑхпа танлашаймасть; ӑна таса ылтӑнпа туянаймастӑн.</verse>
				<verse number="20">Ӑслӑлӑх ӑҫтан тухать-ши, ӑстӑна хӑш тӗлте шырамалла-ши?</verse>
				<verse number="21">Вӑл пӗр чӗрӗ чун куҫне те курӑнмасть, ӑна вӗҫен кайӑк та тупаймасть.</verse>
				<verse number="22">Аваддонпа вилӗм калаҫҫӗ: «ун ҫинчен пирӗн хӑлхана хыпар ҫитнӗччӗ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Унӑн ҫулне Турӑ пӗлет, унӑн тӗлне Вӑл анчах тупать:</verse>
				<verse number="24">Вӑл тӗнче вӗҫне-хӗррине курса тӑрать, тӳпе айӗнче мӗн пуррине пӗтӗмпех асӑрхать.</verse>
				<verse number="25">Ҫиле виҫе хунӑ чухне, шыва виҫепеле вырӑнаҫтарнӑ чухне,</verse>
				<verse number="26">ҫумӑр валли йӗрке панӑ чухне, аслатипе ҫиҫӗм валли ҫул палӑртнӑ чухне</verse>
				<verse number="27">Вӑл ӑслӑлӑха курса тӑнӑ, ӑна уҫса кӑтартнӑ, тӗрӗслесе пӑхнӑ та ҫирӗплетнӗ,</verse>
				<verse number="28">вара этеме каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑрани — акӑ вӑл чӑн ӑслӑлӑх, усалтан аякра тӑни — акӑ вӑл ӑс-хакӑл» тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Иов хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ сӑмахне малаллах тӑснӑ:</verse>
				<verse number="2">эх, эпӗ ӗлӗкхи пек пулайсанччӗ, хама Турӑ упранӑ кунсенчи пек пулайсанччӗ!</verse>
				<verse number="3">Ун чухне Турӑ ҫути ман пуҫ тӗлӗнче ҫутатса тӑратчӗ, Унӑн ҫутипе эпӗ сӗмлӗхре те ҫӳреттӗм;</verse>
				<verse number="4">ҫамрӑклӑхӑм кунӗсенче чатӑрӑм тӗлӗнче Турӑ ырӑлӑхӗ тӑратчӗ,</verse>
				<verse number="5">Пурне те Тытса Тӑракан манпа пӗрлеччӗ, ача-пӑчам хам тавраччӗ,</verse>
				<verse number="6">эпӗ ҫӳрен ҫул ҫинче сӗт юхса выртатчӗ, ту хысакӗнчен ман валли ҫу юхса тӑратчӗ!</verse>
				<verse number="7">Хула хапхи патне тухсассӑн, уҫӑ вырӑна хамӑн пуканӑма лартсассӑн,</verse>
				<verse number="8">яш ачасем мана курсассӑн пытанатчӗҫ, ватӑсем ура ҫине тӑратчӗҫ;</verse>
				<verse number="9">ҫулпуҫсем калаҫма хӑяймастчӗҫ, ҫӑварне аллипе хуплатчӗҫ;</verse>
				<verse number="10">чаплӑ ҫынсем шӑп пулатчӗҫ, чӗлхи вӗсен ҫӑвар маччине ҫыпӑҫӑнса ларатчӗ.</verse>
				<verse number="11">Итлекенӗ — пӗр ырлатчӗ мана; кураканӗ — пӗр мухтатчӗ,</verse>
				<verse number="12">мӗншӗн тесессӗн эпӗ асап курса йӗрекене, хӳтлӗхсӗр тӑлӑх-турата пулӑшаттӑм.</verse>
				<verse number="13">Мана ҫӑлӑнса юлнӑ ҫын пиллӗхӗ ҫитетчӗ, эпӗ тӑлӑх арӑм чӗрине те савӑнӑҫ кӳреттӗм.</verse>
				<verse number="14">Тӳрӗлӗхӗме тумтир вырӑнне тӑхӑнаттӑм, тӳрӗ сут маншӑн юпӑнчӑпа пуҫ ҫыххи пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Суккӑр ҫыншӑн эпӗ — куҫ, уксаххишӗн ура пулнӑ;</verse>
				<verse number="16">мӗскӗнсемшӗн эпӗ ашшӗ пулаттӑм, хам пӗлмен тавӑҫа тимлӗн тишкереттӗм.</verse>
				<verse number="17">Йӗркесӗр ҫыннӑн янахне ҫапса ҫӗмӗреттӗм, вӑрланӑ тупӑшне ҫӑварӗнчен туртса илеттӗм.</verse>
				<verse number="18">Шухӑшлаттӑм: «хамӑн йӑварах вилӗп, кунӑмсем хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ пулӗҫ;</verse>
				<verse number="19">манӑн тымарӑм шыв патнех ҫитет, туратӑмсем ҫинче сывлӑм ҫӗр каҫать;</verse>
				<verse number="20">манӑн чапӑм ватӑлмасть, аллӑмри уххӑм ҫирӗп» тееттӗм.</verse>
				<verse number="21">Мана тӑнлатчӗҫ, эпӗ мӗн каласса кӗтетчӗҫ, эпӗ канаш панӑ чухне шӑп тӑратчӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ каланӑ хыҫҫӑн тек сӳтсе явмастчӗҫ; манӑн сӑмахӑм вӗсем ҫине шӑваракан тумла пек тумлатчӗ.</verse>
				<verse number="23">Мана ҫумӑр кӗтнӗ пек кӗтетчӗҫ, кайранхи ҫумӑршӑн антӑхнӑ пек, ҫӑварне карса тӑратчӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Тепӗр чухне йӑл кулаттӑм та — вӗсем ӗненместчӗҫ; ҫутӑ сӑнӑма тӗксӗмлетместчӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ вӗсене ҫул кӑтартса пыраттӑм, пуҫ пулса тӑраттӑм, хӑйӗн ҫарӗ хушшинчи патша пек, йӗрекенсене лӑплантаракан пек пурӑнаттӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Халӗ ӗнтӗ манран хамран кӗҫӗнреххисем кулаҫҫӗ; эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене кӗтӗвӗмсене сыхлакан йытӑсем патне те ямӑттӑм.</verse>
				<verse number="2">Мӗне кирлӗ мана вӗсен вӑйӗ? Ӗнтӗ вӗсен аллисем хавшанӑ.</verse>
				<verse number="3">Чухӑн пурӑнӑҫпа, выҫлӑхпа хӑрӑннӑскерсем, вӗсем шывсӑр, тискер, ҫаралса юлнӑ ҫеҫенхире туха-туха тараҫҫӗ;</verse>
				<verse number="4">йывӑҫ тӗмӗсем таврашӗнче курӑк чӗпӗтсе ҫӳреҫҫӗ, ҫӑкӑр вырӑнне уртӑш ҫырли ҫиеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсене халӑх хушшинчен хӑвалаҫҫӗ, вӑрра ӗрленӗ пек ӗрлесех хӳтереҫҫӗ,</verse>
				<verse number="6">вара вӗсем ҫыранти шырлансенче, ҫӗр ҫурӑкӗсемпе ту хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Тӗмсем хушшинче улаҫҫӗ, кӳкен айне тӗршӗнеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Пӑрахӑҫа тухнӑ ҫынсем, ятне ҫӗртнӗ ҫынсем, ҫӗр ҫинчи ӑҫтиҫуксем!</verse>
				<verse number="9">Халӗ ӗнтӗ ҫавсем ман ҫинчен юрласа ҫӳреҫҫӗ, мӑшкӑлласа калаҫаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем манран йӗрӗнеҫҫӗ, манран пӑрӑнса ҫӳреҫҫӗ, ман умра сурмасӑр тӳсеймеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Турӑ ман ухӑ кантрине салтса ячӗ те мана амантрӗ, ҫавӑнпа вӗсем ман умра ҫӑварлӑхне хывса пӑрахрӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав эшкер мана сылтӑм енчен тапӑнать, мана ураран ӳкерет, мана тӗп тумашкӑн ҫул хывать.</verse>
				<verse number="13">Манӑн ҫула вара пӑсса пӗтерчӗҫ: никам пулӑшмасӑрах мана вӗлермешкӗн пӗтӗмпех туса ҫитерчӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ман патӑма хӳме ҫӗмӗрсе кӗнӗ пек килсе кӗчӗҫ; ман ҫине шавлӑн сиксе ӳкрӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ман ҫине сехмет йӑтӑнса анчӗ, чапӑм ҫил пек вӗҫсе саланчӗ, телейӗм пӗлӗт пек иртсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="16">Халӗ ӗнтӗ чунӑм хавшаса ҫитрӗ: мана асап кунӗсем ҫавӑрса илчӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӗрле шӑммӑм-шаккӑм сурать, шӑнӑрӑмсем те канӑҫ мӗнне пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫиелти тумтирӗм хӗнпе хывӑнать; аялти ҫыпӑҫӑнсах ларнӑ, хывӑнмасть.</verse>
				<verse number="19">Вӑл мана пылчӑк ҫинех пӑрахрӗ, эпӗ тӑпра пек, кӗл пек пулса юлтӑм.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ Сана тархаслатӑп — Эсӗ мана тӑнламастӑн, тилмӗрсе тӑратӑп — ман ҫине пӑхатӑн ҫеҫ.</verse>
				<verse number="21">Ман тӗлӗшпе Эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ пулса кайрӑн, хӑватлӑ аллупа мана хирӗҫ тӑратӑн.</verse>
				<verse number="22">Эсӗ мана ҫӗклерӗн те ҫилпе вӗҫтерсе ҫӳреттертӗн, мана ҫапла асаплантаратӑн.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла, Эсӗ мана вилӗм патне илсе ҫитерессе, мӗнпур пурӑнаканӗ пуҫтарӑнакан киле ҫитерессе пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="24">Вилекен ҫын ҫине, пулӑшу ыйтса тархаслакан ҫине, алӑ ҫӗклеҫҫӗ-и вара?</verse>
				<verse number="25">Эпӗ асап куракансемшӗн йӗмен-им, манӑн чунӑм мӗскӗнсемшӗн хурланман-им?</verse>
				<verse number="26">Ырра шанса тӑнӑ чухне ман патӑма усалли ҫитрӗ; ҫутта кӗтсе тӑнӑ чухне сӗмлӗх ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="27">Ӑшчикӗм вӗресе тӑрать — лӑпланмасть; мана хирӗҫ хурлӑх кунӗсем килеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Хуп-хура ҫӳретӗп, хӗвелпе хуралман эпӗ; пухура пулӑшу ыйтса кӑшкӑратӑп.</verse>
				<verse number="29">Шакалсемшӗн тӑван пулса тӑтӑм, страуссемшӗн тус пултӑм.</verse>
				<verse number="30">Ӳтӗм-тирӗм хуралса ларчӗ, шӑммӑм-шаккӑма шӑрӑх ӗнтсе ячӗ.</verse>
				<verse number="31">Манӑн кӗсле хурлӑхлӑ калакан пулчӗ, шӑхличӗм хӳхлекен пулчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Хӗрсем ҫине пӑхмастӑп тесе эпӗ хамӑн куҫӑмпа сӑмах татрӑм.</verse>
				<verse number="2">Мӗнле шӑпа тухрӗ-ха мана Ҫӳлти Турӑран? Пурне те Тытса Тӑракан тӳперен мӗнле еткер ярса пачӗ?</verse>
				<verse number="3">Ара, вилӗм йӗркесӗр ҫыншӑн мар-и? инкек-синкек усал тӑваканшӑн мар-и?</verse>
				<verse number="4">Е Вӑл манӑн ҫулсене курмасть-и, манӑн утӑмсене шутласа тӑмасть-и?</verse>
				<verse number="5">Эпӗ суйса-чееленсе пурӑннӑ пулсассӑн, манӑн ура ултав еннелле васканӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="6">ан тив, мана тӳрӗлӗх виҫипе виҫсе пӑхчӑр, вара Турӑ эпӗ айӑпсӑррине курӗ.</verse>
				<verse number="7">Манӑн ура тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ пулсассӑн, чӗрем куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑ пулсассӑн, аллӑм ҫумне таса марри ҫыпҫӑннӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="8">эпӗ акнине тепӗри ҫитӗр, манӑн калчана кӑкласа пӑрахчӑр.</verse>
				<verse number="9">Чӗрем ҫын арӑмне сӑхланнӑ пулсассӑн, эпӗ ҫын алӑкӗ умӗнче сыхласа тӑнӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="10">ан тив, манӑн арӑм ют ҫын валли авӑрттӑр, ют ҫын мӑшкӑлӗ пултӑр,</verse>
				<verse number="11">мӗншӗн тесессӗн ку — ирсӗр ӗҫ, ку — саккуна хирӗҫле, сута тивӗҫлӗ ӗҫ;</verse>
				<verse number="12">ку — тӗппипе ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, вӑл манӑн пӗтӗм пурлӑха пӗтеретчӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ хамӑн тарҫӑмсене — арҫын-и вӑл, хӗрарӑм-и — кӳрентернӗ пулсассӑн, вӗсенӗн ӳпкевне вырӑна хуман пулсассӑн,</verse>
				<verse number="14">Турӑ хама хирӗҫ тӑнӑ чухне мӗн тӑвӑттӑм-ха эпӗ? Вӑл ман ҫине пӑхса илсессӗн, Ӑна мӗн хуравлӑттӑм?</verse>
				<verse number="15">Вӗсене те мана анне варӗнче Пултарнӑскер пултарман-и, пире пурне те ама ӑшӗнче пултарман-и?</verse>
				<verse number="16">Ыйтакана памасӑр хӑварнӑ-и эпӗ, тӑлӑх арӑма куҫран пӑхтарса тӑратнӑ-и?</verse>
				<verse number="17">Хамӑн татӑкӑма пӗчченех ҫисе янӑ-и е ӑна тӑлӑх ачана та ҫитернӗ-и?</verse>
				<verse number="18">Вӑл ман патӑмра мӗн ачаран ашшӗ ҫумӗнчи пек ӳснӗ, мӗн кӗҫӗнрен эпӗ тӑлӑх арӑма та пӑхса-пулӑшса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Тумтирӗ ҫуккипе асапланакансене, шӑнса ҫӳрекен мӗскӗне курсассӑн,</verse>
				<verse number="20">сурӑхӑмсен ҫӑмӗпе ӑшӑтмарӑм-и вӗсене, вӗсен ҫан-ҫурӑмӗ мана тав тумарӗ-и?</verse>
				<verse number="21">Хапха умӗнче, хам майлӑ пуласса шанса, эпӗ тӑлӑх ача ҫине алӑ ҫӗкленӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="22">хулпуҫҫийӗм пӗвӗмрен тӑпӑлса тухтӑр, аллӑм чавса таран хуҫӑлса ӳктӗр:</verse>
				<verse number="23">маншӑн чи хӑрушши — Турӑ хаса пани: эпӗ Унӑн аслӑлӑхӗ умӗнче тӳссе тӑраймастӑм.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ ылтӑна шанса пурӑннӑ-и, хаклӑ мулӑма: «эсӗ — манӑн шанчӑкӑм» тенӗ-и?</verse>
				<verse number="25">Пуянлӑхӑм пысӑк пулнипе савӑннӑ-и эпӗ, аллӑм нумай пухрӗ тесе хӗпӗртенӗ-и?</verse>
				<verse number="26">Хӗвел епле ялкӑшса тӑнине курса, уйӑх епле чаплӑн ҫӳренине сӑнаса</verse>
				<verse number="27">эпӗ вӗсене хам ӑшӑмра пуҫҫапнӑ-и, хам аллӑма чуптунӑ-и?</verse>
				<verse number="28">Ҫакӑ та сута тивӗҫлӗ усал ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ: эпӗ апла Ҫӳлти Турӑран пӑрӑннӑ пулӑттӑм.</verse>
				<verse number="29">Эпӗ хамӑн тӑшманӑм пӗтнишӗн савӑннӑ-и, ӑна инкек ҫитсессӗн хӗпӗртесе тӑнӑ-и?</verse>
				<verse number="30">Эпӗ хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ӑна ылханса ҫылӑха кӗме паман.</verse>
				<verse number="31">Манӑн чатӑрти ҫынсем: «ах, пирӗн унӑн ашӗпе тӑранасчӗ!» тесе каламан.</verse>
				<verse number="32">Ҫулҫӳрен урамра ҫӗр каҫман; иртен-ҫӳрен валли алӑкӑм уҫӑ тӑнӑ.</verse>
				<verse number="33">Эпӗ, усаллӑхне чӗринче пытарса ҫӳрекен ҫын пек, усал ӗҫ туса ӑна ҫынран пытарнӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="34">халӑх ҫине тухма вӑтанӑттӑм, йӑхташӑмсем йӗрӗнесрен хӑранӑ пулӑттӑм, алӑкран тухмасӑр шӑпӑрт ларнӑ пулӑттӑм.</verse>
				<verse number="35">Ах, кам та кам мана вӗҫне ҫитиччен итлейсенччӗ! Акӑ манӑн татӑклӑ сӑмахӑм: Пурне те Тытса Тӑраканӗ мана хуравлатӑр, мана Айӑплаканӗ хутне ҫырса килтӗр.</verse>
				<verse number="36">Ҫав хута эпӗ хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӳрӗттӗм, ӑна пуҫкӑшӑль вырӑнне тӑхӑнӑттӑм;</verse>
				<verse number="37">Турра кашни утӑма пӗлтерсе тӑрӑттӑм, Ун патне пуҫлӑх пек ҫывӑхарӑттӑм.</verse>
				<verse number="38">Эпӗ хамӑн ҫӗрӗме хурлантарса макӑртнӑ пулсассӑн, унӑн суха кассийӗсене кӳрентернӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="39">унӑн ҫимӗҫне пӗр тӳлевсӗр ҫисе тӑнӑ пулсассӑн, ҫӗр ӗҫлекенсене хӗсӗрлесе пурӑннӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="40">ан тив, тулӑ вырӑнне — вӗлтӗрен, урпа вырӑнне пукра шӑтса лартӑр. Иов сӑмахӗ вӗҫленчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ,</verse>
				<verse number="2">вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл Иовӑн виҫӗ тусне те ҫилленнӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Иова айӑпласа калаҫнӑ чухне ӑна хирӗҫ кирлӗ сӑмах тупса калайман.</verse>
				<verse number="4">Иов калаҫнӑ чухне Елиуй пӗр чӗнмесӗр кӗтсе тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн ыттисем унран аслӑрах пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫав виҫӗ ар хирӗҫ тавӑрса калайманнине курсассӑн Елиуйӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Вуз ҫынни — ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ ҫамрӑк, эсир — ватӑ ҫынсем; ҫавӑнпа сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтерме хӑяймарӑм, шиклентӗм.</verse>
				<verse number="7">Ӑшӑмра ҫапла шухӑшларӑм: «ватӑлӑх калаҫтӑр, ваттисем пурӑннӑ ҫулсем ӑслӑлӑха вӗрентчӗр» терӗм.</verse>
				<verse number="8">Анчах этеме ӑшӗнчи чӗрӗлӗх сывлӑшӗпе Пурне те Тытса Тӑраканӑн Сывлӑшӗ ӑстӑн параҫҫӗ иккен.</verse>
				<verse number="9">Вӑрӑм ӗмӗрлисем ҫеҫ ӑсчах мар, чӑнлӑха ваттисем ҫеҫ мар пӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа ӗнтӗ итлӗр-ха мана, эпӗ те хамӑн шухӑшӑма пӗлтерем теетӗп.</verse>
				<verse number="11">Акӑ эпӗ сирӗн сӑмахӑра кӗтсе тӑтӑм, эсир хӑвӑр мӗн калассине шыранӑ хушӑра сирӗн шухӑшӑра тимлерӗм.</verse>
				<verse number="12">Сирӗн ҫине тинкерсе пӑхса тӑтӑм, акӑ ӗнтӗ эсир пӗри те Иова тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймастӑр, унӑн сӑмахӗсене хирӗҫ тавӑрса калаймастӑр.</verse>
				<verse number="13">«Ӑслӑлӑх тупрӑмӑр: ӑна этем мар, Турӑ питлет» тесе ан калӑр.</verse>
				<verse number="14">Эхер те вӑл мана каланӑ пулсассӑн, эпӗ сирӗн пек мар, урӑхла сӑмахпа хуравлӑттӑм.</verse>
				<verse number="15">Хӑраса ӳкрӗҫ, хирӗҫ калайми пулчӗҫ: калаҫма та чарӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ темӗн пекех кӗтрӗм — вӗсем калаҫмаҫҫӗ, чарӑнчӗҫ, урӑх хуравламаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="17">эппин, эпӗ хам енчен калам, хамӑн шухӑшӑма пӗлтерем.</verse>
				<verse number="18">Манӑн калас сӑмахӑм туллиех, ӑшчикӗм тӑвӑнса тӑрать.</verse>
				<verse number="19">Ӑшӑм-чиккӗм — пӑкӑласа хунӑ такмакри эрех пек: ҫӗнӗ такмак пек ҫурӑлса каясла тӑратӑп.</verse>
				<verse number="20">Каламаллине калӑп та — мана ҫӑмӑлрах пулӗ; апла калаҫам эпӗ, тавӑрса калам.</verse>
				<verse number="21">Ҫыннине пӑхмӑп, нимӗнле ҫын умӗнче те йӑпӑлтатмӑп:</verse>
				<verse number="22">эпӗ йӑпӑлтатма пӗлместӗп: урӑхла пулсассӑн Пултараканӑм мана халех вӗлерсе пӑрахтӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Иов, итле эппин манӑн сӑмаха, эпӗ мӗн каланине пурне те тӑнла.</verse>
				<verse number="2">Акӑ ӗнтӗ ҫӑварӑма уҫатӑп, чӗлхемпе пырӑм хыпарлать.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ чунтан-вартан калаҫатӑп, чӗлхем тӗп-тӗрӗссине калать.</verse>
				<verse number="4">Мана Турӑ Сывлӑшӗ пултарнӑ, Пурне те Тытса Тӑракан ман ӑшӑма чӗрӗлӗх вӗрсе кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="5">Пултараятӑн пулсассӑн — хирӗҫ тавӑрса кала, тавлаш манпа, хӳтӗлен.</verse>
				<verse number="6">Турӑ умӗнче эпӗ те — сан пекех, мана та, сан пекех, тӑмран йӑваласа тунӑ;</verse>
				<verse number="7">ҫавӑнпа санӑн ман умра хӑрамалли ҫук, манӑн аллӑм саншӑн йывӑр пулмӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ мӗн каланине эпӗ хамах илтрӗм — санӑн сӑмахусем хӑлхарах-ха:</verse>
				<verse number="9">эсӗ: «таса эпӗ, ҫылӑхсӑр эпӗ, айӑплӑ мар эпӗ, тӳрӗ мар ӗҫ тумастӑп» терӗн,</verse>
				<verse number="10">«Турӑ вара мана пӗр айӑп ҫук ҫӗртен айӑпларӗ, мана Хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хурать;</verse>
				<verse number="11">манӑн урана каска тӑлӑ тӑхӑнтартрӗ, манӑн пӗтӗм ҫул-йӗре сӑнаса тӑрать» терӗн.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ сана ҫапла хуравлатӑп: эсӗ йӑнӑшатӑн — Турӑ этемрен аслӑрах.</verse>
				<verse number="13">Унпала мӗншӗн тупӑшмалла санӑн? Вӑл Хӑйӗн пӗр ӗҫӗшӗн те явап тытмасть.</verse>
				<verse number="14">Турӑ пӗр тӗрлӗ калать, ҫавна асӑрхамасассӑн, тепӗр тӗрлӗ калать:</verse>
				<verse number="15">ҫӗрле, ҫынсем ыйха путсассӑн, этем вырӑн ҫинче тӗлӗрсе кайсассӑн, тӗлӗкре кӑтартать.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать:</verse>
				<verse number="17">этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.</verse>
				<verse number="18"></verse>
				<verse number="19">Е тата ҫын чирлесе выртнипе, пӗтӗм шӑмми-шакки хӑрушла сурнипе ӑса кӗрет,</verse>
				<verse number="20">вара пурӑнӑҫӗ ҫӑкӑртан, чунӗ юратнӑ апатран пӑрӑнать.</verse>
				<verse number="21">Ӳчӗ хухать — ӗнтӗ пӑхмалӑх та ҫук, халиччен палӑрман шӑмми шакӑр тухса тӑрать.</verse>
				<verse number="22">Пурӑнӑҫӗ — вилӗм патӗнчех, вилӗм кӳрекеннисем ҫывӑхарсах килеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Пин ангел хушшинчен пӗри ӑна хӳтӗлекен, унӑн тӳрӗлӗхне кӑтартакан Ангел пулсассӑн,</verse>
				<verse number="24">Турӑ ӑна хӗрхенӗ те калӗ: «вилӗмрен хӑтар ӑна; Эпӗ ҫырлахрӑм» тейӗ.</verse>
				<verse number="25">Вара унӑн ӳчӗ-тирӗ ҫамрӑк чухнехинчен те чӗрӗрех пулӗ; ҫамрӑклӑхӗ каялла таврӑнӗ.</verse>
				<verse number="26">Турра кӗлтӑвӗ те — Вӑл ӑна хапӑл пулӗ; ӗнтӗ Вӑл ун ҫине савӑнса пӑхать, ӑна ӗлӗкхи тӳрӗлӗхне тавӑрса парать.</verse>
				<verse number="27">Ҫав ҫын вара ыттисем ҫине пӑхса ҫапла калӗ: «эпӗ ҫылӑха кӗреттӗм, чӑнлӑха тӳнтерле кӑтартаттӑм, ҫапах Турӑ мана тивӗҫлипе тавӑрмарӗ;</verse>
				<verse number="28">Вӑл манӑн чунӑма вилӗмрен хӑтарчӗ, мана кун ҫути пачӗ» тейӗ.</verse>
				<verse number="29">Турӑ ӗнтӗ этемшӗн икӗ-виҫӗ хутчен те ҫапла тӑвать,</verse>
				<verse number="30">ҫакна Вӑл ӑна вилӗмрен хӑтарасшӑн, уншӑн пурӑнӑҫ ҫути ҫуталтӑр тесе тӑвать.</verse>
				<verse number="31">Тӑнла, Иов, итле мана, шӑп тӑр, эпӗ калаҫам.</verse>
				<verse number="32">Калас сӑмаху пулсассӑн — кала; кала — манӑн сана тӳрре кӑларас килет;</verse>
				<verse number="33">каламалли ҫук пулсассӑн, мана итле, ан чӗн, эпӗ сана ӑслӑлӑха вӗрентӗп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Елиуй малалла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">манӑн сӑмахӑма итлӗр, ӑсчахсем, хӑлхӑра ман еннелле тайӑр, ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсем!</verse>
				<verse number="3">Ҫӑвар апат тутине пӗлнӗ евӗр, хӑлха та сӑмахсене уйӑрса илет.</verse>
				<verse number="4">Хамӑр хушшӑмӑрта канаш тӑвар та мӗн лайӑххине палӑртар.</verse>
				<verse number="5">Акӑ Иов каларӗ-ха: «эпӗ тӳрӗ, анчах Турӑ мана сутпа тӳрре тухма памарӗ.</verse>
				<verse number="6">Апла тӳрӗлӗхӗме суя вырӑнне хумалла-и манӑн? Пӗр айӑпсӑрах тӳрленми суранлантӑм» терӗ.</verse>
				<verse number="7">Иов пек ҫын тата пур-ши? Мӑшкӑлласа калаҫни уншӑн шыв ӗҫни евӗр ҫеҫ;</verse>
				<verse number="8">йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансемпе пӗрлешет вӑл, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе явӑҫать.</verse>
				<verse number="9">Вӑл ӗнтӗ ҫапла каларӗ: «Турра юрӑхлӑ пурӑнни этеме усӑ кӳмест» терӗ.</verse>
				<verse number="10">Эппин, итлӗр-ха мана, ӑслӑ ҫынсем! Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук:</verse>
				<verse number="11">Вӑл этеме ӗҫне кура тавӑрса парать, кашнийӗ хӑйне тивӗҫлине илет.</verse>
				<verse number="12">Чӑнах, Турӑ тӗрӗсмарлӑх тумасть, Пурне те Тытса Тӑракан сута тӳнтер кӑтартмасть.</verse>
				<verse number="13">Турӑсӑр пуҫне ҫӗре кам пӑхса усрать? Пӗтӗм тӗнчене кам тытса тӑрать?</verse>
				<verse number="14">Эхер те Вӑл чӗрине хупса хурас пулсассӑн, Хӑйӗн сывлӑшне, пурӑнӑҫ чӗмне каялла Хӑй патне илес пулсассӑн,</verse>
				<verse number="15">тӗнчери пӗтӗм чун ҫавӑнтах пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ, этем каллех тӑпра пулса тӑрӗччӗ.</verse>
				<verse number="16">Ӑсу-тӑну пулсассӑн итле ҫакна, тӑнла манӑн сӑмахӑма.</verse>
				<verse number="17">Тӳрӗлӗхе курайманскер пуҫ пулса тӑрайӗччӗ-и? Пуринчен те Тӳррине епле айӑплӑн эсӗ?</verse>
				<verse number="18">Патшана: «эсӗ усал ҫын» теме юрать-и? улпутсене: «эсир йӗркесӗр ҫынсем» теме юрать-и?</verse>
				<verse number="19">Вӑл вара чаплӑ ҫынсене те уяса тӑмасть, пуяна та чухӑнран мала хумасть, мӗншӗн тесессӗн вӗсене пурне те Унӑн алли пултарнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем сасартӑк вилсе выртаҫҫӗ; ҫӗр варринче халӑх пӑлханать те, вӗсем тӗп пулаҫҫӗ; вӑйлисене те вӑйсӑрах хӑваласа кӑлараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Этемӗн ҫулӗ-йӗрӗ — Турӑ куҫӗ умӗнче, Вӑл этемӗн пӗтӗм утӑмне курса тӑрать.</verse>
				<verse number="22">Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене тарса пытанмашкӑн тӗттӗм кӗтес те, вилӗм ӗмӗлки те ҫук.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Вӑл этеме Хӑй умне сута тӑма та чӗнмест.</verse>
				<verse number="24">Вӑйлисене Вӑл тӗпчесе тӑмасӑрах аркатать, вӗсем вырӑнне урӑххисене лартать:</verse>
				<verse number="25">Вӑл вӗсен ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, хӑйсене ҫӗрле сирпӗтет те — вӗсем тӗп пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Турӑран пӑрӑннӑшӑн, Унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшламаншӑн вӗсене Вӑл, йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ пек, ыттисем умӗнче пӗтерет,</verse>
				<verse number="27"></verse>
				<verse number="28">апла мӗскӗнсем йӗни Ун патне ҫитнӗ, Вӑл асап тӳсекенсем йынӑшнине илтнӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл чӗнмест пулсассӑн, Ӑна кам айӑплатӑр? Сӑнне пытарсассӑн, Ӑна кам курайтӑр? Халӑхшӑн-и, пӗр ҫыншӑн-и ҫакӑ — пӗрех:</verse>
				<verse number="30">икӗ питлӗ ҫын патшара ан ларайтӑр, халӑхшӑн таната ан пулайтӑр.</verse>
				<verse number="31">Турра ҫапла каламалла: «ӗнтӗ тӳссе куртӑм, тек ҫылӑха кӗмӗп.</verse>
				<verse number="32">Пӗлместӗп пулсассӑн, вӗрентсемччӗ мана; йӗркесӗр ӗҫ турӑм пулсассӑн, урӑх тумӑп» темелле.</verse>
				<verse number="33">Турӑ мӗн кӑтартасси эсӗ шухӑшланӑ пек пулмалла-им? Эсӗ ҫакӑнпа килӗшместӗн, апла санӑн суйламалла, манӑн мар; мӗн пӗлетӗн — ҫавна кала.</verse>
				<verse number="34">Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем ҫапла калӗҫ мана, итлесе тӑракан ӑсчах та ҫапла тейӗ:</verse>
				<verse number="35">«Иов ӑссӑрла калаҫать, унӑн сӑмахӗсем вырӑнлӑ мар».</verse>
				<verse number="36">Ман шутпа, йӗркесӗр ҫынсем пек калаҫнӑшӑн Иова тӗплӗн сӑнаса пӑхмалла.</verse>
				<verse number="37">Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ, пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ, Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Елиуй малалла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">«эпӗ Турӑран тӳрӗрех» тенӗ сӑмахна эсӗ тӗрӗсех тесе шутлатӑн-и?</verse>
				<verse number="3">Эсӗ: «мана тӳрӗ пурӑннинчен мӗн усси?» терӗн, «ҫылӑха кӗменни ҫылӑха кӗнинчен мӗн тӗлӗшпе лайӑхрах вара?» терӗн.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ сана хӑвна та, санӑн тусусене те хуравласа калатӑп:</verse>
				<verse number="5">пуҫна ҫӗклесе тӳпенелле пӑх-ха; пӗлӗтсем ҫине пӑх — вӗсем санран ҫӳлерех.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ ҫылӑха кӗнипе Турра мӗн тӑвассу пур? усал ӗҫӳсем йышлӑланса пырсассӑн та Турра мӗн кӑтартассу пур?</verse>
				<verse number="7">Эсӗ тӳрӗ пулса Ӑна мӗн паратӑн? Вӑл санӑн аллунтан мӗн илет?</verse>
				<verse number="8">Санӑн усаллӑху ху пек этемшӗн ҫеҫ, тӳрӗлӗхӳ те этем ывӑлӗшӗн ҫеҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫынсем хӗсӗрлекенсем хӗн кӑтартнипе йынӑшаҫҫӗ, вӑйлисен алли асаплантарнипе ахлатаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="10">анчах никам та ҫапла каламасть: «Турӑ, мана пултарнӑ Турӑ, ӑҫта-ши? ҫӗрле юрӑ паракан,</verse>
				<verse number="11">пире ҫӗр ҫинчи выльӑха панинчен ытларах ӑс паракан, тӳпери вӗҫен кайӑка панинчен ытларах тӑн паракан ӑҫта-ши?» темест.</verse>
				<verse number="12">Кӑшкӑрсах йӗрсессӗн те усал ҫынсен мӑнаҫлӑхне пула Турӑ вӗсене хуравламӗ.</verse>
				<verse number="13">Анчах та Турӑ вӗсене илтмест тени, Пурне те Тытса Тӑракан курмасть тени тӗрӗс мар.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ: «Ӑна курмастӑп» терӗн пулин те, сана сут тӑвасси Ун аллинче — кӗтсех тӑр.</verse>
				<verse number="15">Унӑн ҫилли тӳрех ҫитменнине кура Вӑл усал ӗҫе курмасть тетӗн-им?</verse>
				<verse number="16">Иов ҫӑмӑлттайла калаҫать, нимӗн шухӑшламасӑр сӑмах тӑкать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Елиуй малалла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">кӑштах тӑхта-ха — курӑн акӑ: Турӑ ҫинчен каламалли татах пур-ха манӑн.</verse>
				<verse number="3">Сӑмахӑма инҫетрен пуҫлам, хама Пултараканӑм ҫинчен тивӗҫлине калам:</verse>
				<verse number="4">манӑн сӑмахӑм чӑнах та суя мар: санӑн умра — чӑннине пӗлекен.</verse>
				<verse number="5">Турӑ — хӑватлӑ, Вӑл никамран та йӗрӗнмест, Вӑл ӑслӑлӑхпа хӑватлӑ;</verse>
				<verse number="6">Вӑл ҫылӑхлисен хутне кӗмест, хурлӑх тӳсекенсене тивӗҫлине тавӑрса парать;</verse>
				<verse number="7">Турӑ тӳрӗ ҫынсене тӳртӗн тӑмасть, вӗсене патша вырӑнне лартать, ӗмӗрлӗхе асла кӑларать.</verse>
				<verse number="8">Эхер те вӗсене сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ пулсассӑн, вӗсене хӗн-хур тӑлли тӑлланӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="9">Вӑл вӗсене хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене кӑтартса парать, мӗншӗн тесессӗн ҫав ӗҫсем нумайланнӑ.</verse>
				<verse number="10">Усаллӑхран пӑрӑнччӑр тесе, ӑса кӗртмешкӗн вӗсенӗн хӑлхине уҫать.</verse>
				<verse number="11">Ӑна итлесе Уншӑн ӗҫлесе тӑрсассӑн, пурӑнан кунӗсене ырӑ курса, ӗмӗрне савӑнса ирттерӗҫ;</verse>
				<verse number="12">итлемесессӗн, вӗсене ҫӗмрен хирсе тухӗ, вӗсем хӑйсен ӑссӑрлӑхӗпех пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Анчах икӗ питлӗ ҫынсем чӗринче ҫилӗ тытаҫҫӗ, Турӑ хӑйсене сӑнчӑрласа лартнӑ чухне Ӑна тархасламаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">ҫавӑнпа вӗсем ҫамрӑклах вилеҫҫӗ, вӗсен ӗмӗрӗ аскӑнчӑксемпе пӗрле пӗтет.</verse>
				<verse number="15">Турӑ мӗскӗне асапран хӑтарать, пусмӑрлӑхра хӑлхине уҫать.</verse>
				<verse number="16">Вӑл сана та хӗсӗклӗхрен ирӗклӗхе кӑларӗччӗ, унта йывӑр пулмӗччӗ, сӗтелӳ тулли апат-ҫимӗҫ пулӗччӗ;</verse>
				<verse number="17">эсӗ ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсене урӑм-сурӑм питлетӗн: питленипе айӑплани юнашарах вӑл.</verse>
				<verse number="18">Асту, сана Турӑ ҫилли ҫитсе ан ҫаптӑр! Сана пысӑк тӳлев ҫӑлса хӑвараймӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл сан пуянлӑхна хака хурӗ-и? Ҫук, ылтӑнна та, ытти мулна та ним хака та хумӗ.</verse>
				<verse number="20">Халӑхсене хӑйсен вырӑнӗнчех пӗтерес каҫа ан кӗт эсӗ.</verse>
				<verse number="21">Асту, усаллӑх еннелле ан сулӑн — асапсене сана ахаль мар ярса панӑ.</verse>
				<verse number="22">Турӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе аслӑ, Ун пек вӗрентекен кам пултӑр?</verse>
				<verse number="23">Ӑна Хӑйӗн ҫулне кам кӑтартӗ, кам Ӑна: «Эсӗ тӗрӗс мар тӑватӑн» теме пултарӗ?</verse>
				<verse number="24">Унӑн этем мухтакан ӗҫӗсене мухтаса аслӑлассине астусах тӑр.</verse>
				<verse number="25">Вӗсене пур ҫын та курма пултарать, этем вӗсене аякранах курса тӗлӗнет.</verse>
				<verse number="26">Ҫапла, Турӑ аслӑ, эпир Ӑна пӗлсе ҫитеес ҫук; Унӑн ҫулӗсен хисепне пӗлеес ҫук.</verse>
				<verse number="27">Вӑл тумламӑн-тумламӑн шыв пухать; пухӑнса ҫитсессӗн шывӗ ҫумӑр пулса ҫӑвать:</verse>
				<verse number="28">пӗлӗтрен тӑкӑнса ҫынсем ҫине ытлӑн-ҫитлӗн ҫӑвать.</verse>
				<verse number="29">Пӗлӗтсем мӗн талккӑш сарӑлса выртнине, Турӑ чатӑрӗ кӗмсӗртетнине кам ӑнкарса илейтӗр?</verse>
				<verse number="30">Акӑ Вӑл ун ҫийӗн Хӑйӗн ҫутине сарать, тинӗс тӗпне ҫитиех ҫутатать.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑнтан Вӑл халӑхсене сут туса тӑрать, ҫавӑнтан тулӑх ҫимӗҫ парать.</verse>
				<verse number="32">Вӑл Хӑй аллинче ҫиҫӗм тытса тӑрать, кама аҫа ҫапмаллине тӗллесе кӑтартать.</verse>
				<verse number="33">Ун ҫинчен аслати сасси пӗлтерет; ӑна выльӑх-чӗрлӗх те туять.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="37">
				<verse number="1">Ҫавна пула ӗнтӗ чӗрем сехӗрленет — сиксе тухасла тапӑлтатать.</verse>
				<verse number="2">Итлӗр, итлӗр Унӑн сассине: Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан аслати кӗрлевне.</verse>
				<verse number="3">Аслати кӗмсӗртетни пӗтӗм тӳпе айӗпе сарӑлать, тӗнче хӗрринех ҫутатса ҫиҫӗм ҫиҫет.</verse>
				<verse number="4">Ҫиҫӗм хыҫҫӑн аслати авӑтса ярать; ҫапла Турӑ аслӑлӑхӗ кӗрлесе тӑрать. Ҫиҫӗм ҫиҫет. Унӑн сасси ӑна ҫиҫме чармасть.</verse>
				<verse number="5">Турӑ сасси — аслати — тӗлӗнмелле, Вӑл эпир ӑнланса ҫитерейми аслӑ ӗҫсем тӑвать.</verse>
				<verse number="6">Вӑл юра: «ҫӗр ҫине ҫу» тет; йӗпхӳ ҫумӑр та, шавкама ҫумӑр та Унӑн аллинче.</verse>
				<verse number="7">Хӑйӗн ӗҫне пурте пӗлсе тӑччӑр тесе Вӑл кашни ҫын алли ҫине пичет хурать.</verse>
				<verse number="8">Ун чухне тискер кайӑк хӑй хӳтлӗхне пытанать, йӑвинчен тухмасӑр выртать.</verse>
				<verse number="9">Кӑнтӑр енчен ҫил-тӑвӑл килет, ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫитет.</verse>
				<verse number="10">Турӑ вӗрнипе пӑр пулать, шыв ҫиелтен шӑнса ларать.</verse>
				<verse number="11">Вӑлах ҫумӑр пӗлӗчӗсене шывпа тултарать, вара пӗлӗтсем Унӑн ҫутине сапаласа тӑраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="12">вӗсем Турӑ ирӗкӗпе ҫула тухаҫҫӗ: Вӑл ҫӗр валли мӗн тума хушнине пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Турӑ вӗсене е хаса пама, е ырӑлӑх кӳме, е хӗрхенме хушса ярать.</verse>
				<verse number="14">Иов, чарӑн, тимлӗн итле, Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшла.</verse>
				<verse number="15">Турӑ вӗсене мӗнле тытса тӑнине, ҫутта Хӑй пӗлӗчӗ витӗр ялкӑшма хушнине пӗлетӗн-и?</verse>
				<verse number="16">Пӗлӗтсем мӗнле ҫакӑнса тӑнине — Тӗпӗ-йӗрӗпе Пӗлекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫне — ӑнкараятӑн-и?</verse>
				<verse number="17">Вӑл ҫӗре кӑнтӑр ҫилӗпе канӑҫтарсассӑн санӑн тумтирӳ епле вӗриленет?</verse>
				<verse number="18">Шӑратса кӑларнӑ тӗкӗр пек пирчев пӗлӗтсене Турӑпа пӗрле эсӗ карса хунӑ-и?</verse>
				<verse number="19">Турра мӗн каламаллине вӗрентсемччӗ пире — эпир ку сӗмлӗхре нимӗн те тавҫӑрса илейместпӗр.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ мӗн каланине пӗлтерӗҫ-ши Ӑна? Каланӑ сӑмах Ун патне ҫитет теекен пур-и?</verse>
				<verse number="21">Халӗ пӗлӗтсем витӗр йӑмӑх ҫутӑ курӑнмасть, акӑ ҫил-тӑвӑл ҫитӗ те вӗсене сапаласа ярӗ.</verse>
				<verse number="22">Уяр ҫанталӑк ҫурҫӗр енчен килет, Турӑ тавра — хӑратса яракан аслӑ илем.</verse>
				<verse number="23">Пурне те Тытса Тӑракан! эпир Ӑна пӗлсе ҫитейместпӗр. Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе, сучӗпе, яланах тӳрӗ сут тунипе аслӑ. Вӑл никама та хӗсӗрлемест.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа ҫынсем Унӑн умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑччӑр, ӑслӑ чӗреллисем пурте Унӑн умӗнче чӗтӗресе тӑччӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="38">
				<verse number="1">[Елиуй калаҫма чарӑнсассӑн,] Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">кам ҫавӑ, пӗлмесӗр калаҫса, Манӑн ӑслӑлӑха хурлаканӗ?</verse>
				<verse number="3">Ар пулса халех пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар:</verse>
				<verse number="4">Эпӗ ҫӗр никӗсне хывнӑ чухне эсӗ ӑҫтаччӗ? Пӗлетӗн пулсассӑн — кала.</verse>
				<verse number="5">Кам виҫе хунӑ ӑна, пӗлетӗн-и? кам вӗрен карӑнтарса виҫсе тухнӑ ӑна?</verse>
				<verse number="6">Ирхи ҫӑлтӑрсем пурте пӗрле хӗпӗртесе тӑнӑ чухне, Турӑ ывӑлӗсем савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ чухне ҫӗр никӗсне мӗн ҫине хурса вырӑнаҫтарнӑ, унӑн кӗтесри тӗп чулне кам хунӑ?</verse>
				<verse number="7"></verse>
				<verse number="8">Амӑш варӗнчен ҫуралса тухнӑ пек тапса тухнӑ тинӗсе кам хапха лартса пӳлсе хунӑ?</verse>
				<verse number="9">Эпӗ ӑна пӗлӗтпе чӗркесе тӗтрепе пиелерӗм,</verse>
				<verse number="10">унтан ӑна йӗрке кӑтартса патӑм, хӳме хӳсе хапхапа пӳлсе лартрӑм та:</verse>
				<verse number="11">«ҫак тӗле ҫитетӗн те малалла каймастӑн, мӑнаҫлӑ хумусен чикки ҫакӑнта санӑн» терӗм.</verse>
				<verse number="12">Хӑвӑн ӗмӗрӳнте эсӗ хӑҫан та пулин ҫутӑлса килекен ире хушса курнӑ-и, шурӑмпуҫне хӑйӗн вырӑнне кӑтартса панӑ-и,</verse>
				<verse number="13">ӑна, ҫӗре хӗрринчен тытса, ун ҫинчен йӗркесӗр ҫынсене силлесе тӑкма хушнӑ-и?</verse>
				<verse number="14">пичет пуснӑ тӑм улшӑннӑ евӗр, ҫӗре ҫапла улшӑнтарнӑ-и, ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир пек курӑнмалла тунӑ-и,</verse>
				<verse number="15">йӗркесӗр ҫынсен ҫутине туртса илнӗ-и, вӗсен чӑрсӑр аллине аркатнӑ-и?</verse>
				<verse number="16">Тинӗс тӗпне анса курнӑ-и эсӗ, ҫӗр тӗпне анса тӗпчесе тухнӑ-и?</verse>
				<verse number="17">Санӑн ирӗкӳпе вилӗм хапхи уҫӑлнӑ-и, вилӗм ӗмӗлкин хапхине курнӑ-и эсӗ?</verse>
				<verse number="18">Ҫӗр анлӑшне пӑхса тухнӑ-и эсӗ? Пӗлетӗн пулсассӑн ӑнлантарса пар.</verse>
				<verse number="19">Ҫутӑ килне каймалли ҫул ӑҫтарах, сӗмлӗхӗн вырӑнӗ хӑш тӗлерех?</verse>
				<verse number="20">Эсӗ, паллах, сӗмлӗхӗн чиккине ҫитсе курнӑ, унӑн килӗ патне каякан сукмака та пӗлетӗн.</verse>
				<verse number="21">Пӗлетӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ун чухнех ҫуралнӑ пулнӑ, санӑн ӗмӗрӳ питӗ вӑрӑм.</verse>
				<verse number="22">Юр управӑшӗсене кӗрсе курнӑ-и эсӗ, пӑр пухмачӗсене курнӑ-и?</verse>
				<verse number="23">Эпӗ вӗсене пӑлхавлӑ саманапа вӑрҫӑ-харҫӑ кунӗсем валли усратӑп.</verse>
				<verse number="24">Ҫутӑ хӑш ҫулпа сарӑлать, тухӑҫ ҫилӗ ҫӗр ҫийӗн хӑш йӗрпе вӗрсе тӑрать?</verse>
				<verse number="25">Чунсӑр-чӗмсӗр ҫӗрте, ҫын пурӑнман пушхирте ҫумӑр ҫутармашкӑн, пушхирсемпе ҫеҫенхирсене шӑвармашкӑн, курӑк вӑррине шӑтарса ӳстермешкӗн шыв ҫулӗсене кам уҫса парать, аслатиллӗ ҫиҫӗм ҫулне кам кӑтартса тӑрать?</verse>
				<verse number="26"></verse>
				<verse number="27"></verse>
				<verse number="28">Ҫумӑрӑн ашшӗ пур-и? сывлӑм тумламӗсене кам ҫуратать?</verse>
				<verse number="29">Пӑр кам варӗнчен тухать, тӳперен ӳкекен пас та — кам ҫуратать ӑна?</verse>
				<verse number="30">Шыв чул пек хытса ларать, тӗпсӗр авӑрсем те ҫиелтен шӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="31">Хим тӗввине ҫыхайӑн-и эсӗ, Кесиль тӳлемне салтайӑн-и?</verse>
				<verse number="32">Ҫӑлтӑр ушкӑнӗсене хӑй вӑхӑтӗнче илсе тухайӑн-и, Ас ҫӑлтӑра ачи-пӑчипе пӗрле ертсе ҫӳрейӗн-и?</verse>
				<verse number="33">Тӳпе йӗркине пӗлетӗн-и эсӗ, ӑна ҫӗр хуҫи пулмалла тӑваятӑн-и?</verse>
				<verse number="34">Хӑв ҫине тулӑх ҫумӑр ҫутармашкӑн пӗлӗтсене кӑшкӑрса итлеттерейӗн-и?</verse>
				<verse number="35">Ҫиҫӗме хушса яраятӑн-и, вӑл каять-и, «эпӗ хатӗр» тесе калать-и сана?</verse>
				<verse number="36">Чӗрене кам ӑслӑлӑх хывнӑ, ӑс-хакӑла кам ӑнлӑ тунӑ?</verse>
				<verse number="37">Пӗлӗтсене хӑй ӑсӗпе кам пайӑн-пайӑн шутласа илӗ, тусан пылчӑк пулса выртнӑ чухне, ҫӗр катрамӗсем ҫыпӑҫӑнса ларнӑ чухне ҫумӑр витрине кам тытса тӑрайӗ?</verse>
				<verse number="38"></verse>
				<verse number="39">Арӑслансем хӑйсен шӑтӑкӗнче выртнӑ чухне е хӳтӗре пытанса сыхласа тӑнӑ чухне арӑслан амийӗн тупӑшне эсӗ тытса паратӑн-и, ҫурисене эсӗ тӑрантаратӑн-и?</verse>
				<verse number="40"></verse>
				<verse number="41">Ҫӑхан чӗпписем ҫиме ҫуккипе Турра йӑлӑнса кӑшкӑрса ҫӳренӗ чухне ҫӑхан валли кам апат янтӑлать?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="39">
				<verse number="1">Эсӗ ту качаки хӑш вӑхӑтра пӑранланине пӗлетӗн-и, айпӑлан пӑруланине курнӑ-и?</verse>
				<verse number="2">вӗсен пӗтӗ ҫӳрес уйӑхӗсене шутласа параятӑн-и? вӗсем хӑш вӑхӑтра пӑруласса пӗлетӗн-и?</verse>
				<verse number="3">Пӑрушӗсене пӑруланӑ, путекӗсене пӑранланӑ чухне, хӑйсен ӑшне пушатнӑ чухне вӗсем авкаланаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="4">пӑрушӗсем, путекӗсем аталанаҫҫӗ те хирте ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, пӗр уйӑрӑлса каяҫҫӗ те амӑшӗ патне таврӑнмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Хир ашакне кам ирӗке кӑларса янӑ, ӑна, кӑкарса хунӑскере, кам салтса вӗҫертнӗ?</verse>
				<verse number="6">Эпӗ ӑна ҫеҫенхирте пурӑнмалла тунӑ, унӑн килӗ — тӑварлӑ шур.</verse>
				<verse number="7">Хула шавӗ уншӑн кулӑшла, хӑйне хӑваласа кӑшкӑрнине илтмест вӑл,</verse>
				<verse number="8">вӑл сӑртсем ҫинче апат шыраса ҫӳрет, кашни курӑк тунине хавас вӑл.</verse>
				<verse number="9">Хир вӑкӑрӗ сана пӑхӑнса тӑрӗ-и, санӑн сырӑшу умӗнче ҫӗр каҫӗ-и?</verse>
				<verse number="10">Эсӗ ӑна сухапуҫ кӳлейӗн-и, вӑл сан хыҫҫӑн ануна сӳрелесе пырӗ-и?</verse>
				<verse number="11">Вӑл питех те вӑйлине кура ӑна ху тӑвас ӗҫе шанса парайӑн-и?</verse>
				<verse number="12">Ӑна тырруна илсе килсе анкартине хывма шанайӑн-и?</verse>
				<verse number="13">Турткӑш кайӑка хитре ҫунат, страус кайӑка мамӑк-тӗк эсӗ панӑ-и?</verse>
				<verse number="14">Ҫӑмартисене страус ҫӗр ҫинех вӗри хӑйӑрпа ӑшӑнса выртма хӑварать,</verse>
				<verse number="15">вӗсене кам та пулин лапчӑтасси ҫинчен, тискер кайӑк пырса ҫӗмӗресси ҫинчен шутламасть;</verse>
				<verse number="16">вӑл хӑйӗн чӗпписене хӗрхенмест, вӗсем уншӑн — ют пекех, хӑйӗн ӗҫӗ харама каясран та шикленмест,</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна ӑслӑлӑх паман, ӑстӑн парнелемен;</verse>
				<verse number="18">хӑй вара ҫунаттине сарать те юланута нимӗн мар кая хӑварать.</verse>
				<verse number="19">Урхамаха эсӗ вӑй панӑ-и, унӑн мӑйне эсӗ ҫилхе ҫыхнӑ-и?</verse>
				<verse number="20">Эсӗ ӑна хӗрлӗ шӑрчӑка шуйхатнӑ пек хӑратайӑн-и? Вӑл тулхӑрнинчен сехре хӑпмалла!</verse>
				<verse number="21">Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать;</verse>
				<verse number="22">хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть;</verse>
				<verse number="23">ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать;</verse>
				<verse number="24">хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть:</verse>
				<verse number="25">трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет.</verse>
				<verse number="26">Хурчӑка санӑн ӑсна пула вӗҫсе ҫӳрет-и, эсӗ хушнипе ҫунаттине сарса кӑнтӑр еннелле ярӑнать-и?</verse>
				<verse number="27">Ӑмӑрткайӑк санӑн сӑмахна итлесе ҫӳлтен ҫӳле вӗҫет-и, эсӗ каланипе ҫӳлте йӑва ҫавӑрать-и?</verse>
				<verse number="28">Вӑл ту чакӑлӗсен тӑрринче пурӑнать, сӑрт хырҫисемпе никам пырса кӗрейми вырӑнсенче ҫӗр каҫать;</verse>
				<verse number="29">унта вӑл хӑй валли тупӑш сыхласа ларать: куҫӗ унӑн инҫетрине курать;</verse>
				<verse number="30">чӗпписене вӑл юнпа тӑрантарать, ӑҫта виле — унта вӑл.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа Иова татах малалла каланӑ:</verse>
				<verse number="32">Пурне те Тытса Тӑраканпа тупӑшаканӗ татах вӗрентӗ-и? Турра питлекенӗ Ӑна хуравлатӑр.</verse>
				<verse number="33">Иов вара Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="34">акӑ эпӗ — мӗскӗн; ӗнтӗ Сана мӗн хуравлайӑп? Ҫӑварӑма аллӑмпа хуплатӑп.</verse>
				<verse number="35">Пӗрре каларӑм, урӑх чӗнессӗм ҫук, иккӗ те каларӑм, тек шарламастӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="40">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">ар пулса пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ Манӑн сута пӑрахӑҫласшӑн-и, Мана айӑпласа ху тӳрре тухасшӑн-и?</verse>
				<verse number="4">Санӑн аллу Турӑ алли пек хӑватлӑ-и? Санӑн сассу Унӑн сасси пек кисретӳллӗ-и?</verse>
				<verse number="5">Апла аслӑлӑхпа аслӑлан, чаплӑлӑхпа чаплӑлан, илемлӗхпе илемлӗлен, ҫутӑпа ҫутал;</verse>
				<verse number="6">ҫиллӳн хаярлӑхне кӑлар, мӗнпур мӑнаҫли ҫине пӑхса ил те — йӑвашлат ӑна;</verse>
				<verse number="7">мӑнкӑмӑллисем ҫине пӑхса ил те — пурне те кӗҫӗне хӑвар, усал ҫынсене хӑйсенӗн вырӑнӗнчен ӳкер;</verse>
				<verse number="8">пурне те вӗсене ҫӗр айне чавса чик, питне-куҫне сӗмлӗхпе хупла.</verse>
				<verse number="9">Вара Эпӗ те хӑвӑн сылтӑм аллу хӑвна ҫӑласса ӗненӗп.</verse>
				<verse number="10">Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет;</verse>
				<verse number="11">унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп;</verse>
				<verse number="12">кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="13">ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек;</verse>
				<verse number="14">акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ;</verse>
				<verse number="15">сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет;</verse>
				<verse number="16">вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать;</verse>
				<verse number="17">лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх;</verse>
				<verse number="18">акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.</verse>
				<verse number="19">Куҫкӗретех кам ӑна ярса тытайӗ, сӑмсине кам пакурпа чиксе шӑтарайӗ?</verse>
				<verse number="20">Левиафана вӑлтапа туртса кӑларайӑн-и эсӗ, чӗлхинчен кантрапа ҫаклатса илейӗн-и?</verse>
				<verse number="21">сӑмси шӑтӑкӗнчен ункӑ тирейӗн-и? янах шӑммине йӗппе чиксе шӑтарайӑн-и?</verse>
				<verse number="22">вара вӑл сана тархаслӗ-и, йӑлӑнӗ-и, санпала йӑвашшӑн калаҫӗ-и?</verse>
				<verse number="23">санпала татулӑх тӑвӗ-и вӑл, ӑна яланлӑха хӑвӑн чуру пулма илейӗн-и?</verse>
				<verse number="24">пӗчӗкҫӗ кайӑкпа вылянӑ пек выляйӑн-и унпа, ӑна хӑвӑн хӗрачусем валли кӑкарса хурайӑн-и?</verse>
				<verse number="25">пулӑҫӑ юлташусем ӑна сутса ярайӗҫ-и, Ханаан купсисене пайӑн-пайӑн сутайӗҫ-и?</verse>
				<verse number="26">унӑн тирне сӑнӑпа чиксе шӑтарайӑн-и, пуҫне пулӑҫӑ сӑпрайӗпе лектерсе шӑтарайӑн-и?</verse>
				<verse number="27">Асту, ун ҫине аллуна пӗрре ҫӗклесе пӑхсассӑн ӳлӗмрен кӗрешессӳ килмӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="41">
				<verse number="1">Ан та пикен: вӑл пӗрре пӑхнипех кайса ӳкмӗн-и?</verse>
				<verse number="2">Ӑна хирӗҫ тӑма пултаракан хӑюҫах ҫук; Ман умра кам чӑтса тӑрайтӑр вара?</verse>
				<verse number="3">Ӑна мӗн кирлине парса тӑма кам Мана малтанах хушса хунӑ? тӳпе айӗнче мӗн пурри — пӗтӗмпех Манӑн.</verse>
				<verse number="4">Левиафан тӑлпӑвӗ ҫинчен, унӑн вӑйӗ ҫинчен, унӑн килӗшӳллӗ илемӗ ҫинчен каламасӑр хӑвармӑп.</verse>
				<verse number="5">Унӑн ҫиелти тумтирне кам сирсе пӑрахайӗ, унӑн мӑшӑр янах шӑммийӗ патне кам хӑйса ҫывӑхарайӗ?</verse>
				<verse number="6">Унӑн пичӗн хапхине кам уҫса пӑхайӗ? унӑн шӑлӗсен икӗ унки — сехре хӑппи;</verse>
				<verse number="7">нӑкӑ хупписем — хулкан пек, калама ҫук хӳхӗм; пичет пусса тухнӑ пек ҫирӗп вӗсем;</verse>
				<verse number="8">пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑран сывлӑш та тухмасть вӗсен хушшинчен;</verse>
				<verse number="9">ҫатах ҫыпӑҫӑнса выртаҫҫӗ вӗсем, пӗр-пӗринчен ҫатӑрласа тытнӑ та — вӗҫерӗнмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл ӳсӗрсессӗн ҫиҫӗм ялтлатса илет; унӑн куҫӗсем — шурӑмпуҫ куҫӗсем;</verse>
				<verse number="11">ҫӑварӗнчен ҫулӑм чӗлхи тапса тухать, вут хӗлхемӗ сирпӗнет;</verse>
				<verse number="12">вӗресе ларакан чӳлмекрен е хурантан пӑс тухнӑ евӗр, унӑн сӑмси шӑтӑкӗнчен тӗтӗм палкать.</verse>
				<verse number="13">Унӑн сывлан сывлӑшӗ кӑмрӑка кӑварлантарать, унӑн ҫӑварӗнчен ҫулӑм ялкӑшса тухать.</verse>
				<verse number="14">Унӑн мӑйӗнче вӑй пытанса тӑрать, унӑн умӗнчен сехмет чупса пырать.</verse>
				<verse number="15">Унӑн ӳчӗн тачка пайӗсем пӗр-пӗринпе нӑкӑ пӗтӗҫсе тӑраҫҫӗ, чӗтренмеҫҫӗ те.</verse>
				<verse number="16">Унӑн чӗри чул пек хытӑ, арманӑн пустав чулӗ пек ҫирӗп.</verse>
				<verse number="17">Вӑл вырӑнӗнчен хускалсассӑн, вӑйламас ҫынсем хӑраса каяҫҫӗ, сехӗрленнипе аптӑраса ӳкеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӗҫ ӑна тӗкӗннипех шарт хуҫӑлать, сӑнӑ та, ҫӗмрен те, тимӗр тум та ӑна тӳсеймест.</verse>
				<verse number="19">Тимӗре вӑл — улӑм пӗрчи вырӑнне, пӑхӑра ҫӗрӗк йывӑҫ вырӑнне хурать.</verse>
				<verse number="20">Ӑна ухӑ ачи те хӑратса тартас ҫук; чулрав чулӗсем те уншӑн — хывӑх ҫеҫ.</verse>
				<verse number="21">Чукмар уншӑн — улӑм пӗрчи вырӑнне ҫеҫ; кӗске сӑнӑ шӑхӑрса пынинчен кулать вӑл.</verse>
				<verse number="22">Унӑн айӗнче — ҫивӗч чулсем, вӑл пылчӑк ӑшӗнче ҫав чулсем ҫинче выртать.</verse>
				<verse number="23">Тарӑн авӑра вӑл хуранти шыва вӗретнӗ пек вӗретет, тинӗсе те вӗресе тӑракан сӗрӗш пек тӑвать;</verse>
				<verse number="24">хӑй хыҫӗнчен йӑлтӑртатакан йӗр хӑварса пырать; тӗпсӗр авӑр шуррӑн та кӑваккӑн курӑнать.</verse>
				<verse number="25">Ун евӗрли ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: ӑна никамран хӑрамалла мар пултарнӑ;</verse>
				<verse number="26">вӑл мӑнаҫлисем ҫине хӑюллӑн пӑхать; мӑнаҫлӑх ывӑлӗсенӗн патши вӑл.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="42">
				<verse number="1">Иов Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ.</verse>
				<verse number="3">Кам ҫавӑ — Пурне те Курса Тӑракана нимӗн шухӑшламасӑр айӑплаканӗ? Чӑнах, эпӗ хам ӑнланса илейменни ҫинчен, хам пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен калаҫрӑм.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ: эй Турӑ, итлесемччӗ, эпӗ калаҫам, Санран мӗн ыйтнине мана ӑнлантарса парсамччӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="5">Унччен эпӗ Сан ҫинчен илтнӗччӗ ҫеҫ; халӗ ӗнтӗ Сана куҫӑмпах куратӑп;</verse>
				<verse number="6">ҫавӑнпа эпӗ хамӑн сӑмахӑма каялла илетӗп, тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп.</verse>
				<verse number="7">Иова каламалли сӑмахне каласа пӗтерсессӗн, Ҫӳлхуҫа Феман ҫыннине Елифаза каланӑ: сана тата санӑн икӗ тусна ҫилленнипе ҫиллӗм вӗресе тӑрать: Ман ҫинчен эсир Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламарӑр.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар кайнӑ та Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ, — Ҫӳлхуҫа Иов кӗллине хапӑл илнӗ.</verse>
				<verse number="10">Хӑйӗн тусӗсемшӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иова Ҫӳлхуҫа вӑл мӗн ҫухатнине каялла тавӑрса панӑ; Ҫӳлхуҫа Иова унчченхинчен икӗ хут нумайрах панӑ.</verse>
				<verse number="11">Вара Иов патне пӗтӗм тӑванӗ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — тата пӗтӗм пӗлӗшӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн килӗнче унпа пӗрле ҫӑкӑр-тӑвар ларса ҫинӗ, ун ҫине Ҫӳлхуҫа янӑ асапсемшӗн унпа пӗрле куляннӑ та, ӑна лӑплантарнӑ та; кашнийӗ ӑна пӗрер кесита тата пӗрер ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ.</verse>
				<verse number="12">Турӑ вара Иовӑн юлашки кунҫулне унчченхинчен те ытларах пилленӗ: унӑн ӗнтӗ вунтӑватӑ пин пуҫ вак выльӑх, ултӑ пин пуҫ тӗве, пин мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пин пуҫ ама ашак пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Унӑн ҫичӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="14">Аслӑ хӗрне вӑл — Емима ятлӑ, вӑталӑх хӗрне — Кассия ятлӑ, кӗҫӗн хӗрне Керенгаппух ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="15">Иов хӗрӗсем пек хӳхӗм хӗрарӑмсем урӑх тӗнчипе те пулман, ашшӗ вӗсене те ывӑлӗсемпе танах еткерлӗх уйӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иов тата ҫӗр хӗрӗх ҫул пурӑннӑ, ывӑлӗсене те, ывӑлӗсен ывӑлӗсене те тӑватӑ сыпӑка ҫитиччен курнӑ.</verse>
				<verse number="17">Иов ватӑлса ҫитсе, тӑраниччен пурӑнса вилнӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="19">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Усал ҫынсенӗн канашне ҫӳремен, ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн ҫулӗ ҫине тӑман, астаракан ҫынсенӗн пухӑвӗнче ларман ҫын телейлӗ;</verse>
				<verse number="2">вӑл пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать!</verse>
				<verse number="3">Вӑл юхӑм шыв хӗррине лартнӑ йывӑҫ пек пулӗ: ҫав йывӑҫ хӑйӗн ҫимӗҫне вӑхӑтӗнче пултарать, унӑн ҫулҫийӗ те шанмасть; ҫав ҫын мӗн ӗҫ тӑвать — унӑн пурте ӑнса пырать.</verse>
				<verse number="4">Усал ҫынсем — ун пек мар, [ун пек мар]: вӗсем — [ҫӗр ҫийӗнчен] ҫил вӗҫтерсе каякан хывӑх пек.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа усал ҫынсем сутра чӑтаймӗҫ ҫылӑхлисем тӳррисенӗн ушкӑнӗнче тӑраймӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулне Турӑ пӗлсе тӑрать, усал ҫынсенӗн ҫулӗ путланӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Халӑхсем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, ӑрусем мӗншӗн кӑлӑх пулассине пуҫӑнаҫҫӗ-ши?</verse>
				<verse number="2">Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="3">«вӗсенӗн тӑллине татса ывӑтар, вӗсенӗн сӑнчӑрне ҫапса аркатар» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлте Пурӑнаканӗ вӗсенчен кулӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсене намӑса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="5">Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ:</verse>
				<verse number="6">«Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм;</verse>
				<verse number="7">Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм;</verse>
				<verse number="8">ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ.</verse>
				<verse number="10">Эй патшасем, тӑна кӗрӗр; эй ҫӗр тӳрисем, ӑнласа илӗр!</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫашӑн хӑраса ӗҫлесе тӑрӑр, [Унӑн умӗнче] йӑвашшӑн савӑнса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="12">Унӑн Ывӑлне хисеплӗр — Вӑл сире ан ҫиллентӗр, сирӗн хӑвӑр ҫулӑр ҫинче пӗтмелле ан пултӑр: акӑ Унӑн ҫилли часах хыпса илӗ. Ӑна шанакансем пурте телейлӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Давид псаломӗ, Авессаломран — хӑйӗн ывӑлӗнчен — тарнӑ чухне йӑлӑнни.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа! тӑшманӑмсем мӗнле йышлӑланчӗҫ! Нумайӑшӗ мана тапӑнать;</verse>
				<verse number="3">нумайӑшӗ манӑн чунӑма: «ӑна Турӑ ҫӑлмасть ӗнтӗ» тет.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — ман умри хулканӑм, манӑн мухтавӑм, Эсӗ манӑн пуҫӑма ҫӗклентеретӗн.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнетӗп те — мана сӑваплӑ тӑвӗ ҫинчен илтет Вӑл.</verse>
				<verse number="6">Выртатӑп эпӗ, ҫывӑратӑп, тӑратӑп: мана Ҫӳлхуҫа хӳтӗлет.</verse>
				<verse number="7">Хама пур енчен те тапӑнакан пин-пин халӑхран эп хӑрамӑп.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен! ҫӑлсам мана, Турӑҫӑм! Эсӗ манӑн тӑшманӑмсене пурне те питӗнчен ҫупатӑн, йӗркесӗр ҫынсен шӑлӗсене вататӑн.</verse>
				<verse number="9">Ҫӑлӑнӑҫ Ҫӳлхуҫаран килет. Санӑн пиллӗхӳ Хӑвӑн халӑхна ҫиттӗр. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй тӳрӗлӗхӗмӗн Турри! Хӑвна тархасланӑ чухне илтсемччӗ мана! Йывӑр килнӗ чухне Эсӗ мана ҫӑмӑллӑх параттӑн. Хӗрхенсемччӗ мана, манӑн кӗллӗме илтсемччӗ.</verse>
				<verse number="3">Эй ар ывӑлӗсем! манӑн ятӑма хӑҫанччен таптӑр-ши эсир? хӑҫанччен ӑҫтиҫука савӑр-ши, ултав шырӑр-ши?</verse>
				<verse number="4">Пӗлсе тӑрӑр: Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннине уйӑрса илчӗ; Ҫӳлхуҫана тархаслатӑп та — Вӑл мана илтет.</verse>
				<verse number="5">Ҫиллӗр килсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: вырӑнӑр ҫине ҫывӑрма выртсассӑн ӑшӑрта шухӑшласа пӑхӑр та — лӑпланӑр;</verse>
				<verse number="6">тӳрӗлӗх парнийӗ кӳрӗр, Ҫӳлхуҫана шанса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="7">Нумайӑшӗ: «кам пире ырӑлӑх кӑтартӗ?» тет. Эй Ҫӳлхуҫа, пире Хӑвӑн сӑну ҫутине кӑтартсам!</verse>
				<verse number="8">Вӗсем ҫӑкӑр, эрех [тата ҫу] хушӑннипе савӑнчӗҫ, манӑн чӗрене вара вӗсенчен те ытларах савӑнтартӑн.</verse>
				<verse number="9">Канлӗ выртатӑп та ҫывӑратӑп: эй Ҫӳлхуҫамӑм, пӗр Эсӗ анчах шанчӑклӑ усратӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Вӗрсе каламалли сӑпрайпа. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, манӑн сӑмахӑмсене илтсемччӗ, манӑн шухӑшӑмсене ӑнласа илсемччӗ.</verse>
				<verse number="3">Эй Патшамӑм, эй Туррӑм, эпӗ йӗрсе тархасланине тӑнласамччӗ! эпӗ Сана кӗлтӑватӑп.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн сассӑма ирех илтсемччӗ, — эпӗ ир-ирех Сан умна пырса кӗтсе тӑрӑп:</verse>
				<verse number="5">Эсӗ — йӗркесӗр ӗҫе юратман Турӑ; усалли Сан патна вырӑнаҫаймӗ;</verse>
				<verse number="6">йӗркесӗр ҫынсем Санӑн куҫу умӗнче тӑраймӗҫ: Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те кураймастӑн;</verse>
				<verse number="7">Эсӗ суя калаҫакансене пӗтеретӗн; Ҫӳлхуҫа юн тӑкаканран, ултавҫӑран йӗрӗнет.</verse>
				<verse number="8">Санӑн иксӗлми ырӑлӑхун тивлечӗпе эпӗ Санӑн керменне кӗрӗп, Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна Санран хӑраса пуҫҫапӑп.</verse>
				<verse number="9">Эй Ҫӳлхуҫа! тӑшманӑмсене кура Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳ ҫулӗпе ертсе пырсамччӗ мана; манӑн умри ҫулна тӳрӗ тусамччӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсенӗн ҫӑварӗнче чӑнлӑх ҫук: вӗсенӗн чӗри — пӗтермӗш, вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк, чӗлхипе йӑпӑлтатса калаҫаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй Турӑҫӑм, айӑпа хӑвар вӗсене, вӗсем шухӑшланӑ шухӑшӗсемпех путланччӑр; ҫылӑхӗсем нумаййине кура пӑрах вӗсене: вӗсем Сана хирӗҫ тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вара Сана шанакансем пурте савӑнӗҫ, ӗмӗрӗпе хавасланӗҫ, Эсӗ вӗсенӗн хутне кӗрсе тӑрӑн; Санӑн ятна юратакансем Санпа мухтанӗҫ:</verse>
				<verse number="13">эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ ҫынна пиллӗх паратӑн; хулканпа хӳтӗленӗ пек, ӑна ырӑлӑхупа витсе усратӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Сакӑр хӗлӗхлипе. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа! хаярлӑхупах ан айӑпласам мана, ҫилленсех хаса ан парсам мана.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсем мана: эпӗ — халсӑр; эй Ҫӳлхуҫа, сыватсам мана: шӑммӑм-шаккӑм хавшаса ҫитрӗ;</verse>
				<verse number="4">чунӑм та йӑлтах хавшаса ҫитрӗ; эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тӑхтӑн-ши Эсӗ?</verse>
				<verse number="5">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаврӑнса пӑхсам, чунӑма хӑтарсам, хӗрхенекен кӑмӑлна кура ҫӑлсам мана.</verse>
				<verse number="6">Вилнӗ ҫын Сана асӑнас ҫук: тупӑка кӗрсессӗн Сана кам мухтатӑр?</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ ахлата-ахлата вӑйран кайрӑм: тӳшекӗме каҫсерен куҫҫульпе йӗпететӗп, выртакан вырӑна куҫҫульпе шӑваратӑп.</verse>
				<verse number="8">Хуйхӑрнипе куҫӑм путса кӗчӗ, тӑшманӑмсене пула куҫӑм ҫути сӳнчӗ.</verse>
				<verse number="9">Эй йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, пурсӑр та сирӗлӗр ман патӑмран: йӗрекен сассӑма Ҫӳлхуҫа илтрӗ,</verse>
				<verse number="10">эпӗ йӑлӑннине Ҫӳлхуҫа илтрӗ; манӑн кӗллӗме Ҫӳлхуҫа хапӑл тӑвӗ.</verse>
				<verse number="11">Манӑн тӑшмансем пурте намӑса юлччӑр, шуйханса ӳкчӗр; каялла кайччӑр, намӑсланччӑр. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Вениамин ӑрӑвӗнчи Хус ятлӑ ҫын тӗлӗшӗпе Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче хурланса юрланӑ юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! Сана шанса тӑратӑп; хама хӗсӗрлекенсенчен пуринчен те ҫӑлсам мана, хӑтарсам мана;</verse>
				<verse number="3">хӑтаракан [та ҫӑлакан] ҫуккипе тӑшман ман чунӑма, арӑслан пек туласа, тӑпӑлтарса ан кӑларайтӑр.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! эпӗ мӗн те пулин тунӑ пулсассӑн, аллӑм ӗҫӗ тӳрӗ мар пулсассӑн,</verse>
				<verse number="5">эпӗ, — хама пӗр сӑлтавсӑрах курайми пулнӑ тӑшмана та хӑтараканскер, — хама ырӑ сунакана усалпа тавӑртӑм пулсассӑн,</verse>
				<verse number="6">чунӑма тӑшман хӑвалатӑр, хӑваласа ҫиттӗр, пурӑнӑҫӑма ҫӗр ӑшне таптаса кӗрттӗр, чапӑма та тӗппипе пӗтертӗр.</verse>
				<verse number="7">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, ҫиллӳне кӑтарт; тилӗрнӗ тӑшманӑмсене хирӗҫ тух, Ху пӗлтернӗ сутупа килсе сут ту маншӑн —</verse>
				<verse number="8">Санӑн тавра ушкӑн-ушкӑн ҫын тӑрӗ; вӗсен тӗлӗнче ҫӳле ҫӗклен Эсӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа халӑхсене сут тӑвать. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӳрӗлӗхӗме кура, айӑпӑм ҫуккине кура сут ту мана.</verse>
				<verse number="10">Эй таса Турӑ! Эсӗ этем чӗрине, этем ӑшне сӑнатӑн: ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн усаллӑхӗ пӗттӗрччӗ, тӳрӗ ҫынна тӗреклӗлентерччӗ.</verse>
				<verse number="11">Манӑн хӳтлӗхӗм — Турӑ, таса чӗреллисене Ҫӑлаканӗ.</verse>
				<verse number="12">Турӑ — тӳррипе сут тӑвакан [хӑватлӑ та вӑрах тӳсӗмлӗ] тӳре, Вӑл тата — Хӑй енне ҫаврӑнманнисенчен кашни кун хытӑ шыраса илекен Турӑ. Вӑл Хӑйӗн хӗҫне ҫивӗчлетет, уххине хытарса, тӗллесе тӑрать,</verse>
				<verse number="13"></verse>
				<verse number="14">ун валли вилӗм сӑпрайӗ хатӗрлет, ҫӗмренӗсене вутла ҫунтаракан тӑвать.</verse>
				<verse number="15">Акӑ йӗркесӗр ҫын тӗрӗсмарлӑх тӗвӗлерӗ, усаллӑхӗпе йывӑр ҫын пек пулчӗ, вара ултав ҫуратрӗ;</verse>
				<verse number="16">шӑтӑк алтрӗ, алтса пӗтерчӗ те — хатӗрленӗ шӑтӑкне хӑех кӗрсе ӳкрӗ:</verse>
				<verse number="17">унӑн усаллӑхӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, усал ӗҫӗ хӑйӗн лӗпки ҫине ӳкӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫана тӳрӗлӗхне кура аслӑлатӑп, Ҫӳлти Туррӑн ятне мухтаса юрлатӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Геф хулинче калакан сӑпрайпа. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр! Санӑн яту пӗтӗм ҫӗр ҫинче епле аслӑ! Санӑн мухтавлӑху тӳперен те ҫӳллӗ!</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑн тӑшманусемшӗн — тӑшмана, тавӑракана чӗнейми тумашкӑн — Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла тунӑ.</verse>
				<verse number="4">Тӳпе ҫине, Санӑн аллу пултарнӑ ӗҫ ҫине, Эсӗ лартнӑ уйӑхпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхатӑп та —</verse>
				<verse number="5">ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асӑнтан ямастӑн, мӗнех вара этем ывӑлӗ? Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ ӑна Ангелсенчен кӑшт анчах кӗҫӗнрех тунӑ: ӑна мухтав та, чыс-хисеп те пилленӗ;</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑн аллу мӗн пултарнӑ, ӑна ҫавӑн патши туса хунӑ; пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ:</verse>
				<verse number="8">пӗтӗм сурӑхне, вӑкӑрне, хирте ҫӳрекен тискер кайӑксене те,</verse>
				<verse number="9">вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, тинӗс ҫулӗпе ҫӳрекеннисене те — пӗтӗмпе ӑна пӑхӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр! Санӑн яту пӗтӗм ҫӗр ҫинче епле аслӑ! Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Лабен вилсессӗн. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, Сана пӗтӗм чунтан-вартан аслӑлам, Санӑн пур кӗтретӳ ҫинчен пӗлтерем.</verse>
				<verse number="3">Тӑшманӑмсем каялла тарсассӑн, Санӑн умӑнта ӳксе-вилсе пӗтсессӗн, эй Ҫӳлти Турӑ, Саншӑн савӑнӑп, хӗпӗртӗп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп:</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5">Эсӗ мана сут турӑн, манӑн тавӑҫа татса патӑн; тӳрӗ сут тӑвакан Тӳре, Эсӗ аслӑ пукану ҫине лартӑн.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ халӑхсене ҫилленсе ҫитрӗн, усал ҫынна пӗтертӗн, вӗсенӗн ятне ӗмӗр-ӗмӗре ҫухатрӑн.</verse>
				<verse number="7">Тӑшманӑн кӑралӗ те юлмарӗ, Эсӗ хулисене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн; хӑйсемпе пӗрле вӗсен ячӗ те пӗтрӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Вӑл ӗмӗрех тӑрать; сут тумашкӑн Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне хатӗрленӗ,</verse>
				<verse number="9">тӗнчене Вӑл тӗрӗс сут тӑвӗ, халӑхсене тӳррипе сут тӑвӗ.</verse>
				<verse number="10">Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ;</verse>
				<verse number="11">Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн.</verse>
				<verse number="12">Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр:</verse>
				<verse number="13">Вӑл юн тӑкнӑшӑн шыраса илет; вӗсене астуса тӑрать, пусмӑр тӳсекенсем йӗрсе йӑлӑннине манӑҫа хӑвармасть.</verse>
				<verse number="14">Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсемччӗ мана; хама курайманнисенчен эпӗ епле асап тӳснине курсамччӗ, — Хӑвӑн пур мухтавлӑ ӗҫӳ ҫинчен Сион хӗрӗн хапхи умӗнче пӗлтермешкӗн Эсӗ мана вилӗм хапхинчен кӑлартӑн: ӗнтӗ Эсӗ ҫӑлнӑшӑн савӑнам.</verse>
				<verse number="15"></verse>
				<verse number="16">Халӑхсем хӑйсем алтнӑ шӑтӑка кӗрсе ӳкрӗҫ; вӑрттӑн карса хунӑ танатисенчен хӑйсен урисемех ҫыхланчӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫана Вӑл тунӑ сутран пӗлчӗҫ; усал ҫын хӑйӗн алли ӗҫӗсемпе ҫакланчӗ.</verse>
				<verse number="18">Усал ҫынсем, Турра манса пурӑнакан халӑхсем пурте тамӑка кайччӑр.</verse>
				<verse number="19">Кӗлмӗҫ ӗмӗрлӗхех манӑҫа юлмӗ, мӗскӗнсен шанӑҫӗ яланлӑхах ҫухалмӗ.</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫӗклен, этем ан ҫӗнтерейтӗр, халӑхсем Санӑн умна сута тӑччӑр.</verse>
				<verse number="21">Эй Ҫӳлхуҫа, хӑрат вӗсене; пӗлччӗр халӑхсем хӑйсем этем ҫеҫ иккенне.</verse>
				<verse number="22">Эй Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн аякра тӑратӑн-ши, асап тӳснӗ чухне мӗншӗн пире курӑнмастӑн-ши?</verse>
				<verse number="23">Усал ҫын мӑнаҫланса мӗскӗне хӗсӗрлет: вӗсем хӑйсем шухӑшласа тупнӑ чее мелӗсемпе ҫыхланччӑр.</verse>
				<verse number="24">Усал ҫын хӑйӗн чунӗ аскӑннипе мухтанать; мула савакан хӑйне юраса пурӑнать.</verse>
				<verse number="25">Усал ҫын хӑйне асла хывса Ҫӳлхуҫана сума сумасть: «айӑпламӗ» тет; ӑшӗнче яланах: «Турӑ ҫук!» тет.</verse>
				<verse number="26">Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать;</verse>
				<verse number="27">хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет;</verse>
				<verse number="28">ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси;</verse>
				<verse number="29">вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать;</verse>
				<verse number="30">йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет;</verse>
				<verse number="31">лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="32">хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.</verse>
				<verse number="33">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, ҫӗклен, аллуна ҫӗкле, [Хӑвӑн] мӗскӗн ҫыннусене [йӑлтах] ан манӑҫла.</verse>
				<verse number="34">Мӗншӗн усал ҫын хӑй ӑшӗнче: «Эсӗ шыраса илмӗн-ха!» тесе, Турра сума сумасть-ши?</verse>
				<verse number="35">Куратӑн-ҫке: Хӑвӑн аллупа тавӑрмашкӑн Эсӗ этем асапне те, ӑна пусмӑрланине те пӑхса тӑратӑн. Мӗскӗн хӑйне Сан аллуна парать; Эсӗ тӑлӑха пулӑшатӑн.</verse>
				<verse number="36">Йӗркесӗр ҫыннӑн, усал ҫыннӑн вӑй-хӑватне аркат: унӑн усал ӗҫне шырасассӑн та тупаймалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="37">Ҫӳлхуҫа — ӗмӗр-ӗмӗре, ӗмӗрлӗхе Патша, Унӑн ҫӗрӗнчен суя тӗнлисем ҫухалӗҫ.</verse>
				<verse number="38">Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ йӑвашшисем мӗн ыйтнине илтетӗн; вӗсен чӗрисене тӗрек пар; Хӑвӑн сутупа тӑлӑха, хӗн куракана хӳтӗлемешкӗн хӑлхуна уҫ — тӑпраран пулнӑ этем малашне хӑратса ан пурӑнайтӑр.</verse>
				<verse number="39"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Эпӗ Ҫӳлхуҫана шанса тӑратӑп; епле-ха эсир манӑн чунӑма: «хӑвӑр патӑра, ту ҫине, кайӑк пек вӗҫсе кай» теетӗр?</verse>
				<verse number="2">Акӑ ӗнтӗ усал ҫынсем таса чӗреллисене тӗттӗм ҫӗрте пемешкӗн уххисене алла тытрӗҫ, ҫӗмренне хурса хирлӗвне карӑнтарчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Никӗсне-тӗрекне ҫӗмӗрсессӗн тӳрӗ ҫын мӗнех тӑвайӗ?</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа — Хӑйӗн сӑваплӑ Керменӗнче, Вӑл — Ҫӳлхуҫа, Унӑн аслӑ пуканӗ — тӳпере, Унӑн куҫӗ [мӗскӗне] курса тӑрать; Вӑл куҫне хӗссе этем ывӑлӗсене сӑнать.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынна сӑнать, усал ҫынна, пусмӑрлама юратакана Унӑн чунӗ кураймасть.</verse>
				<verse number="6">Усал ҫынсем ҫине Вӑл шӗл-кӑвар, вут-ҫулӑм, кӳкӗрт ҫутарӗ; ӗнтекен ҫил те — вӗсен шӑпиех:</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа — тӳрӗ, тӳрӗлӗхе юратать; тӳрӗ ҫынсем Унӑн сӑнне кураҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Сакӑр хӗлӗхлипе. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӑлсамччӗ [мана]: йӗркеллӗ ҫын юлмарӗ, этем ывӑлӗсем хушшинче тӳрӗ ҫын ҫук.</verse>
				<verse number="3">Пурте пӗр-пӗрне улталаса калаҫаҫҫӗ; чӗринче урӑх шухӑш тытса, чӗлхи-ҫӑварӗпе йӑпӑлтатаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Йӑпӑлти чӗлхе-ҫӑварсене, каппайчӑк чӗлхесене,</verse>
				<verse number="5">«чӗлхемӗрпе ҫӗнтерӗпӗр, чӗлхе-ҫӑварӑмӑр хамӑрпа-ха, пире кам пуҫлӑх?» теекенсене Ҫӳлхуҫа пурне те пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа калать: кӗлмӗҫсем асапланнине кура, мӗскӗнсем хуйхӑрнине кура халех тӑрам та — тытма шутласа хунӑ ҫынна шанчӑклӑ ҫӗре тӑратам, тет.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсем — таса сӑмахсем, вӗсем — тӑприне вучахра ҫунтарса, ҫичӗ хут шӑратса тасатнӑ кӗмӗл.</verse>
				<verse number="8">Этем ывӑлӗсем хушшинче ӑҫтиҫуксем асла тухсассӑн та, пур ҫӗрте те усал ҫынсем ҫӳресессӗн те, эй Турӑ, Эсӗ пире упраса хӑварӑн, ҫак ӑруран ӗмӗрех сыхласа усрӑн.</verse>
				<verse number="9"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен мана пачах манса тӑрӑн-ши? Хӑвӑн сӑнна хӑҫанччен мана кӑтартмасӑр тӑрӑн-ши?</verse>
				<verse number="3">Чунӑмӑн хӑҫанччен хурлӑх тӳсмелле-ши, чӗремӗн хӑҫанччен кунӗпе [те ҫӗрӗпе] асапланмалла-ши? Хӑҫанччен тӑшманӑм манран ҫӳлерех тӑрӗ-ши?</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, хӗрхенсе пӑхсам, илтсем мана! Куҫӑма уҫсам, вилмеллех ҫывӑрса ан каям;</verse>
				<verse number="5">тӑшманӑм: «эпӗ ӑна ҫӗнтӗм» тесе ан калайтӑр. Такӑнассӑм пулсассӑн, мана хӗсӗрлекенсем ан савӑнайччӑр.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ Санӑн ырӑлӑхна шанатӑп; Эсӗ ҫӑлнӑшӑн чӗрем савӑнӗ манӑн; хама ырӑлӑх тӑвакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑп, [Ҫӳлти Туррӑн ятне юрласа мухтӑп].</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ӑссӑр ҫын хӑй ӑшӗнче: «Турӑ ҫук» терӗ. Вӗсем иртӗхсе кайрӗҫ, ирсӗр ӗҫсем турӗҫ; ырӑ тӑвакан ҫук.</verse>
				<verse number="2">Тӑнлӑ ҫын, Турра шыракан ҫын пур-ши? тесе Ҫӳлхуҫа тӳперен этем ывӑлӗсем ҫине пӑхрӗ.</verse>
				<verse number="3">Пурте аташса кайнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук.</verse>
				<verse number="4">Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, манӑн халӑха ҫӑкӑр ҫинӗ пек ҫиекенсем, Ҫӳлхуҫана чӗнме пӗлменскерсем, пӗри те тӑна кӗмӗҫ-ши вӗсем?</verse>
				<verse number="5">Вӗсем унта [хӑрамалла мар ҫӗртех] сехӗрленсе ӳкӗҫ: Турӑ — тӳрӗ ҫынсем хушшинче.</verse>
				<verse number="6">Эсир мӗскӗнӗн шухӑшӗнчен, вӑл Ҫӳлхуҫана шанса тӑнинчен кулаттӑр.</verse>
				<verse number="7">«Израиле Сион ҫинчен кам ҫӑлӑнӑҫ парӗ?» Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн шӑпине улӑштарсассӑн Иаков савӑнӗ, Израиль хӗпӗртесе тӑрӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ҫуртунта кам тӑма пултарайӗ? Санӑн сӑваплӑ тӑву ҫине кам вырӑнаҫма пултарайӗ?</verse>
				<verse number="2">Кам айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать, хӑй ӑшӗнче чӑннине калать,</verse>
				<verse number="3">кам чӗлхипе элеклемест, суймасть, ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть — унта ҫавӑ пулать;</verse>
				<verse number="4">кам пӑрахӑҫа юлнӑ ҫынран йӗрӗнет, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене мухтать, ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть,</verse>
				<verse number="5">кам хӑйӗн кӗмӗлне усламла памасть, айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев илмест — унта ҫавӑ пулать. Ҫавӑн пек пурӑнакан ҫын ӗмӗрне те аптӑрамӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Эй Турӑ, сыхласам мана: эпӗ Сана шанатӑп.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫана каларӑм: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫамӑм; маншӑн Санран ытла ырри ҫук, терӗм.</verse>
				<verse number="3">Манӑн пӗтӗм чун-чӗрем ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ҫынсем енне, Санӑн ытарайми ҫыннусем енне ӑнтӑлать.</verse>
				<verse number="4">Ют турӑ патне васкакансен хӗн-асапӗ хушӑнса пытӑр; эпӗ вӗсем пек юнлӑ парне кӳрсе юн тӑкмӑп, вӗсен ячӗсене чӗлхе-ҫӑварӑмпа та асӑнмӑп.</verse>
				<verse number="5">Манӑн еткерӗм, манӑн пайӑм — Ҫӳлхуҫа. Манӑн шӑпама Эсӗ тытса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="6">Манӑн чикӗсем паха ҫӗр ҫийӗн тӑсӑлаҫҫӗ, еткерӗм питех те кӑмӑллӑ маншӑн.</verse>
				<verse number="7">Хама ӑстӑн панӑ Ҫӳлхуҫана тав тӑвӑп; ӑшӑм-чиккӗм мана ҫӗр варринче те вӗрентет.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл — манӑн сылтӑм енче; такӑнассӑм ҫук.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ:</verse>
				<verse number="10">Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартӑн: Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп, Санӑн сылтӑм аллунта — ӗмӗрлӗх телей.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа, [манӑн] тӳрӗлӗхӗме илтсем, эпӗ йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам, суясӑр чӗлхе-ҫӑварӑмпа тунӑ кӗллӗме хапӑл тусам.</verse>
				<verse number="2">Маншӑн Санӑн суту ҫиттӗр; Санӑн куҫу тӗрӗслӗхе куртӑр.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ манӑн чӗрене сӑнарӑн, мана ҫӗрле те килсе пӑхрӑн, тӗрӗслерӗн мана — нимӗн те тупаймарӑн; манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм шухӑшӑмпа килӗшӳллӗ.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ каланӑ сӑмаха астуса, этем ӗҫӗ-хӗлӗнче эпӗ хама хам сыхларӑм, хӗсӗрлекен ҫын ҫулӗпе каймарӑм.</verse>
				<verse number="5">Манӑн урана Хӑвӑн ҫулусем ҫине тӗреклӗ тӑрат, ура ан такӑнтӑр, ан шутӑр.</verse>
				<verse number="6">Эй Турӑ, Эсӗ мана илтетӗн, ҫавӑнпа Сана тархаслатӑп; хӑлхуна ман еннелле тайсам, манӑн сӑмахсене илтсем.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑн тӗлӗнмелле ырӑлӑхна кӑтартсам; [Хӑвна] шанакансене Хӑвӑн сылтӑм аллуна хирӗҫ тӑракансенчен Ҫӑлакан,</verse>
				<verse number="8">куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана; хама тапӑнакан усал ҫынсенчен, чун-чӗрем тӑшманӗсенчен, хупӑрласа илнӗ тӑшмансенчен, Хӑвӑн ҫунату хӳттине илсемччӗ мана:</verse>
				<verse number="9"></verse>
				<verse number="10">вӗсенӗн чӗри ҫу ӑшне путнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗпе мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Мана халӗ кашни утӑмра хупӑрлаҫҫӗ; ҫӗре ӳкересшӗн мана куҫран ямаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="12">вӗсем выҫӑхса ҫитнӗ арӑслан евӗрлӗ, вӑрттӑн ҫӗрте пытанса ларакан ҫамрӑк арӑслан евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="13">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, вӗсем мана ӳкериччен вӗсене хӑйсене ӳкер. Чунӑма усал ҫын аллинчен Хӑвӑн хӗҫӳпе хӑтар,</verse>
				<verse number="14">эй Ҫӳлхуҫа, ҫав ҫынсенчен, ҫак тӗнче ҫыннисенчен, ҫак пурӑнӑҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакансенчен Хӑвӑн аллупа хӑтарсам мана; вӗсенӗн хырӑмне Эсӗ Хӑвӑн иксӗлми пӳлмӳрен тултаратӑн; вӗсенӗн ывӑлӗсем тутӑ, хӑйсенчен мӗн юлнине вӗсем ачисене парса хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ вара Сан ҫине хамӑн тӳрӗлӗхӗмпе пӑхса тӑрӑп; вӑрансассӑн, Санӑн сӑнна курса тӑранӑп. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Ҫӳлхуҫа чури Давидӑн юрри, вӑл ӑна хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнпур тӑшманӗ аллинчен тата Саул аллинчен хӑтарсассӑн Ҫӳлхуҫана тав туса юрланӑ. Вӑл каланӑ:</verse>
				<verse number="2">эй Ҫӳлхуҫа, эй хӳтлӗхӗм, Сана юрататӑп!</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, мана Хӑтараканӗ, Туррӑм — манӑн чул хысакӑм; эпӗ Ӑна шанатӑп; Вӑл — манӑн хулканӑм, мана ҫӑлакан мӑйрака, манӑн хӳттӗм.</verse>
				<verse number="4">Мухтава тивӗҫлӗ Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса чӗнетӗп те — тӑшманӑмсенчен хӑтӑлатӑп.</verse>
				<verse number="5">Мана вилӗм асапӗсем хупӑрларӗҫ, мана капланса килнӗ йӗркесӗр ӗҫсем хӑратрӗҫ;</verse>
				<verse number="6">тамӑк сӑнчӑрӗсем явса илчӗҫ мана, вилӗм танатисем явакларӗҫ мана.</verse>
				<verse number="7">Чун тӑвӑрланса ҫитнӗ чухне Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса чӗнтӗм, хамӑн Туррӑма тархасларӑм. Вӑл манӑн сассӑма Хӑйӗн [сӑваплӑ] керменӗнчен илтрӗ, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Унӑн хӑлхине ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="8">[Турӑ] ҫилленсе ҫитрӗ те — ҫӗр чӗтренчӗ, силленчӗ, тусен тӗпӗсем кисренсе хускалчӗҫ;</verse>
				<verse number="9">Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫунтаракан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл пӗлӗте тайӑлтарчӗ те — аяла анчӗ, Унӑн ури айӗнче — сӗм тӗттӗм.</verse>
				<verse number="11">Херувимсем ҫине ларчӗ те — вӗҫсе кайрӗ, ҫил ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе пычӗ.</verse>
				<verse number="12">Сӗмлӗхе Хӑйӗн пӗркенчӗкӗ турӗ, тӗтре пӗлӗтӗнчен, хура пӗлӗтрен Хӑй тавра чатӑр карчӗ.</verse>
				<verse number="13">Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран Унӑн пӗлӗчӗсем тарса пычӗҫ, пӑрпа вутлӑ кӑвар тӑкӑнса пычӗ.</verse>
				<verse number="14">Тӳпере Ҫӳлхуҫа кӗмсӗртеттерсе ячӗ, Ҫӳлти Турӑ ҫапла сасӑ пачӗ, [пӑрпа вутлӑ кӑвар тӑкӑнса пычӗ.]</verse>
				<verse number="15">Ҫӗмренӗсемпе печӗ те — вӗсене салатрӗ, ҫиҫӗмне ҫиҫтерчӗ те — вӗсене сапаларӗ.</verse>
				<verse number="16">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн кисретӳллӗ сассупа, Санӑн ҫиллӳ ҫил пек вӗрсе тӑнипе шыв тӗпӗсем курӑнчӗҫ, тӗнченӗн тӗпӗ-никӗсӗ уҫӑлчӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ;</verse>
				<verse number="18">мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем хӗн-асаплӑ кунӑмра мана хирӗҫ тӑчӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа манӑн тӗрекӗм пулчӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл мана ирӗк вырӑна илсе тухрӗ, мана хӑтарчӗ: Вӑл мана кӑмӑллать.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, аллӑм тасине кура тавӑрса пачӗ мана:</verse>
				<verse number="22">эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳрерӗм, хамӑн Туррӑм умӗнче усал ҫын пулмарӑм;</verse>
				<verse number="23">умӑмрах Унӑн пӗтӗм ӳкӗчӗ, эпӗ Унӑн йӗркисенчен пӑрӑнмарӑм.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ Унӑн умӗнче айӑпсӑр пултӑм, ҫылӑха кӗресрен сыхлантӑм;</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, Хӑйӗн куҫӗ умӗнче аллӑм тасине кура тавӑрса пачӗ.</verse>
				<verse number="26">Эсӗ ырӑ ҫыншӑн — ырӑ, тӳрӗ ҫыншӑн — тӳрӗ,</verse>
				<verse number="27">таса ҫыншӑн таса пулатӑн, ултавлӑ ҫынна ултавне кура тавӑрса паратӑн:</verse>
				<verse number="28">Эсӗ хурлӑх тӳсекенсене ҫӑлатӑн, мӑнаҫлисен куҫне кӗҫӗнлететӗн.</verse>
				<verse number="29">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ ман ҫутаткӑҫа ҫутатӑн; Туррӑм манӑн сӗмлӗхе ҫутӑлтарать.</verse>
				<verse number="30">Санпа пӗрле тӑшман ҫарне аркататӑп, Туррӑмпа пӗрле хӳме ҫине улӑхатӑп.</verse>
				<verse number="31">Турӑ! — Унӑн ҫулӗ айӑпсӑр, Ҫӳлхуҫанӑн сӑмахӗ таса; Хӑйне шанакансемшӗн пуриншӗн те хулкан Вӑл.</verse>
				<verse number="32">Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне кам Турӑ пултӑр тата? пирӗн Турӑсӑр пуҫне кам тата хута кӗрекенӗ?</verse>
				<verse number="33">Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать;</verse>
				<verse number="34">манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ вырӑнӑма тӑратать;</verse>
				<verse number="35">аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, хулӑмсем пӑхӑр ухха аваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="36">Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна патӑн, мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать.</verse>
				<verse number="37">Эсӗ мана пысӑк утӑмпа уттаратӑн, урасем такӑнмаҫҫӗ манӑн.</verse>
				<verse number="38">Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, хӑваласа ҫитетӗп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп;</verse>
				<verse number="39">вӗсене аркататӑп, вӗсем ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ:</verse>
				<verse number="40">Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхрӑн, мана хирӗҫ тӑнисене ман ура айне ӳкертӗн,</verse>
				<verse number="41">Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартрӑн; эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп:</verse>
				<verse number="42">вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест;</verse>
				<verse number="43">эпӗ вӗсене ҫил умӗнчи тусан пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп.</verse>
				<verse number="44">Эсӗ мана халӑх пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ турӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="45">ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="46">ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса, чӗтресе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="47">Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, мана Хӳтӗлекен мухтавлӑ! Мана ҫӑлакан Турӑ асла тухтӑр!</verse>
				<verse number="48">Маншӑн тавӑракан Турӑ, халӑхсене мана пӑхӑнтаракан Турӑ,</verse>
				<verse number="49">мана тӑшмансенчен хӑтаракан Турӑ асла тухтӑр! Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.</verse>
				<verse number="50">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫавӑнпа Сана ют халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп:</verse>
				<verse number="51">Эсӗ — патшана тӗлӗнмелле ҫӑлаканӗ, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давида, унӑн йӑхне ӗмӗр-ӗмӗр ырӑлӑх кӑтартаканӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать, пӗлӗт Унӑн алли пултарнӑ ӗҫсем ҫинчен хыпарлать.</verse>
				<verse number="3">Пӗр кун тепӗр куна каласа кӑтартать, пӗр каҫ тепӗр каҫа вӗрентет.</verse>
				<verse number="4">Вӗсенӗн сассине илтмен пӗр чӗлхе те, пӗр халӑх та ҫук.</verse>
				<verse number="5">Вӗсенӗн сасси пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлать, вӗсенӗн сӑмахӗ ҫут тӗнче хӗрринех ҫитет. Вӗсен хушшине Вӑл хӗвел валли чатӑр карнӑ,</verse>
				<verse number="6">хӗвелӗ туй керменӗнчен тухакан кӗрӳ пек тухать, хӑй ҫулӗпе чупакан паттӑр пек савӑнса пырать:</verse>
				<verse number="7">унӑн тухӑҫӗ тӳпенӗн пӗр хӗрринче, ҫаврӑнса ҫитесси тепӗр хӗрринче, унӑн ӑшши пурне те, пур ҫӗре те ҫитет.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа саккунӗ пур тӗлӗшпе те паха — чуна тӗрек парать; Ҫӳлхуҫа пӗлтерни тӗрӗс — айваннисене ӑс кӗртет.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесем тӳрӗ — чуна савӑнтараҫҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗ ҫутӑ — куҫӑмӑра уҫать.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫаран хӑрани таса — ӗмӗртен ӗмӗре пырать. Ҫӳлхуҫа сучӗсем чӑн, пӗтӗмпех тӳрӗ;</verse>
				<verse number="11">вӗсем ылтӑнран та, темӗн чухлӗ таса ылтӑнран та ытла ӑмсантараҫҫӗ, вӗсем пылран та, караслӑ пыл тумламӗнчен те пылакрах;</verse>
				<verse number="12">Санӑн чуруна ҫавсем сыхласа усраҫҫӗ, вӗсене тытса-туса тӑни — пысӑк сӑвап.</verse>
				<verse number="13">Хӑйӗн ҫылӑхӗсене кам астуса ҫитерӗ? Пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхсенчен тасатсамччӗ мана,</verse>
				<verse number="14">пӗлсе ҫылӑх тӑвасран та чуруна тытса чарсамччӗ, вӗсем мана ан пусмӑрлайччӑр. Эпӗ вара айӑпсӑр пулӑттӑм, хӑрушла пӑсӑласран ҫӑлӑнӑттӑм.</verse>
				<verse number="15">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм, Хӑтараканӑм! Манӑн сӑмахӑмсем, ӑшӑмри шухӑшӑмсем Сан умӑнта кӑмӑллӑ пулӗҫинччӗ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Хурлӑхлӑ кун ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫа сана илттӗр, сана Иаков Туррийӗн ячӗ сыхлатӑр.</verse>
				<verse number="3">Хӑйӗн Сӑваплӑ Ҫуртӗнчен сан валли пулӑшу ятӑр, Сион ҫинчен тӗреклӗлентертӗр сана.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ кӳнӗ парнесене пурне те асне илтӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ парнӳ Ӑна кӑмӑллӑ пултӑр.</verse>
				<verse number="5">[Ҫӳлхуҫа] сана ху ӗмӗтленнине патӑр, ху тӑвас тенине пурне те туса ҫитертӗр.</verse>
				<verse number="6">Эпир эсӗ ҫӑлӑннӑшӑн савӑнӑпӑр, Туррӑмӑр ячӗпе ялав ҫӗклӗпӗр. Эсӗ мӗн ыйтнине Ҫӳлхуҫа пурне те туса ҫитертӗр.</verse>
				<verse number="7">Халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫу сӗрнӗ ҫыннине ҫӑлать, ӑна Хӑйӗн сӑваплӑ пӗлӗчӗ ҫинчен илтсе сылтӑм аллийӗн хӑвачӗпе ҫӑлӑнӑҫ парать.</verse>
				<verse number="8">Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр:</verse>
				<verse number="9">вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫа! патшана ҫӑлсамччӗ, [Хӑвна] тархасланӑ чухне илтсемччӗ пире.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа! патша Санӑн вӑй-хӑватушӑн савӑнать, Эсӗ ҫӑлнӑшӑн виҫесӗр хӗпӗртет.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ ӑна чӗри мӗн ӗмӗтленнине ҫитертӗн, вӑл йӑлӑнса ыйтнине ахаль хӑвармарӑн:</verse>
				<verse number="4">Эсӗ ӑна ырӑлӑх пиллесе кӗтсе илтӗн, пуҫне таса ылтӑнран тунӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑн.</verse>
				<verse number="5">Вӑл Санран пурӑнӑҫ ыйтрӗ; Эсӗ ӑна вӑрӑм кунҫул, ӗмӗрлӗх кунҫул, парнелерӗн.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ ҫӑлнипе вӑл аслӑ мухтава тухрӗ; Эсӗ ӑна хисеплӗ те чаплӑ турӑн.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ ӑна ӗмӗрлӗхе пиллӗх патӑн, Хӑвӑн сӑнна кӑтартса савӑнтартӑн:</verse>
				<verse number="8">патша Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнать, Ҫӳлти Турӑ ырӑлӑхӗпе такӑнас ҫук вӑл.</verse>
				<verse number="9">Санӑн аллу пур тӑшману патне те ҫитӗ, сылтӑм аллу Хӑвна курайманнисене [пурне те] тупӗ.</verse>
				<verse number="10">Хӑв ҫилленнӗ вӑхӑтра Эсӗ вӗсене хӗрсе ҫунакан кӑмака пек тӑватӑн; Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе пӗтерсе тӑкӗ, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӗрӗ ҫинчен ҫимӗҫне-хунавне, этем ывӑлӗсем хушшинчен вӗсен йӑхне пӗтерӗн:</verse>
				<verse number="12">вӗсем Сана хирӗҫ усал тума тӑчӗҫ, каварлашрӗҫ, анчах [туса ҫитерме] пултараймарӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ вӗсене ухӑ пемелли тӗл вырӑнне тӑратӑн, Хӑвӑн ҫӗмренӳсене пичӗсенчен тӗллесе ярӑн.</verse>
				<verse number="14">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн вӑй-хӑватупа ҫӗклен: эпир Санӑн хӑватна юрласа, аслӑласа мухтӑпӑр. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шурӑмпуҫ килнӗ чухне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Туррӑм! Туррӑм! [илтсемччӗ мана;] мӗншӗн пӑрахрӑн-ши мана? Йӗрсе тархаслакан сӑмахӑмсем ҫӑлӑнӑҫран аякра ҫав.</verse>
				<verse number="3">Эй Туррӑм! кӑнтӑрла та тархаслатӑп — Эсӗ мана илтместӗн, ҫӗрле те тархаслатӑп — лӑпланаймастӑп.</verse>
				<verse number="4">Эй Святой, Эсӗ Хӑвна Израиль аслӑласа мухтакан ҫӗрте пурӑнатӑн.</verse>
				<verse number="5">Пирӗн аттемӗрсем Сана шанса тӑнӑ; шанса тӑнӑ та — Эсӗ вӗсене хӑтарса пынӑ;</verse>
				<verse number="6">Сана тархасланӑ та — ҫӑлӑнса пынӑ; Сана шанса пурӑннӑ та — намӑса юлман.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ ӗнтӗ — этем те мар, хурт ҫеҫ, ӗнтӗ ҫын мӑшкӑлӗ, халӑх йӗрӗнмелли пултӑм.</verse>
				<verse number="8">Куракансем пурте мана хӑртаҫҫӗ, пуҫне сулла-сулла мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="9">«Турра шанатчӗ; хӑтартӑр ӗнтӗ ӑна, Ӑна юрӑхлӑ пулсассӑн, ҫӑлтӑр ӗнтӗ ӑна» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Мана аннем варӗнчен Эсӗ ҫуратнӑ, аннем кӑкӑрӗ ҫумӗнче чухнех мана Эсӗ шанӑҫ панӑ.</verse>
				<verse number="11">Мана ҫуралнӑранпах Сана шанса панӑ; эпӗ аннем варӗнче пулнӑ чухнех Эсӗ — манӑн Туррӑм.</verse>
				<verse number="12">Пӑрахса ан кайсамччӗ мана: хӗн-асапӑм ҫывӑхарчӗ, пулӑшаканӗ ҫук.</verse>
				<verse number="13">Ҫамрӑк вӑкӑрсем йышлӑн сырса илчӗҫ мана; Васанри самӑр вӑкӑрсем ҫавӑрса илчӗҫ мана,</verse>
				<verse number="14">апатшӑн антӑхса ахӑракан арӑслан пек мана хирӗҫ ҫӑварне карса пӑрахрӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ шыв пек юхса тухрӑм; шӑммӑм-шаккӑм пӗтӗмпех шалтӑртатса кайрӗ; чӗрем ӑвӑс пек ҫемҫелчӗ, ӑшӑмрах шӑранса пӗтрӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑйӑм тӑм савӑт пек халтӑркарӗ; чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса ларчӗ, Эсӗ мана вилтӑприпе пӗр турӑн.</verse>
				<verse number="17">Йытӑсем ҫавӑрса илчӗҫ мана, усаллисен эшкерӗ тапӑнчӗ мана, аллӑм-урама чиксе шӑтарчӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Шакӑр шӑммӑмсене шутласа тухма пулатчӗ; вӗсем вара пӑхса тӑраҫҫӗ, ӗнтӗ манран кулӑш турӗҫ;</verse>
				<verse number="19">манӑн тумтире хӑйсем хушшинче валеҫеҫҫӗ, тумтирӗмшӗн шӑпа сиктереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, пӑрахса ан кайсам мана; эй тӗрекӗм! мана пулӑшма васкасам;</verse>
				<verse number="21">чунӑма хӗҫрен хӑтарсам, пӗртен-пӗррескерӗме йытӑсенчен ҫӑлсам;</verse>
				<verse number="22">арӑслан ҫӑварӗнчен, хир вӑкӑрӗсен мӑйракинчен ҫӑлсам мана, илтсессӗн — хӑтарсам мана.</verse>
				<verse number="23">Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, халӑх пухӑвӗнче Сана мухтаса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="24">Эй Ҫӳлхуҫаран хӑракансем! мухтавлӑр Ӑна. Иаковӑн мӗнпур йӑхӗ! аслӑла Ӑна. Израилӗн мӗнпур йӑхӗ Ун умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑтӑр:</verse>
				<verse number="25">Вӑл асапланаканӑн асапӗнчен пӑрӑнмарӗ, Хӑйӗн сӑнне унран пытармарӗ, Хӑйне тархасласассӑн Вӑл ӑна илтрӗ.</verse>
				<verse number="26">Аслӑ пухура Сан ҫинчен мухтаса калаҫӑп; хам асӑннине Турӑран хӑракансем умӗнче пурӑнӑҫа килтерӗп.</verse>
				<verse number="27">Чухӑнсем ҫиччӗр, тӑранччӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансем Ӑна мухтаччӑр; сирӗн чӗрӗрсем ӗмӗрех чӗрӗ тӑччӑр!</verse>
				<verse number="28">Аса илӗҫ те — пӗтӗм тӗнче Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнӗ, пур суя тӗнлӗ йӑхсем те Сан умна ӳксе пуҫҫапӗҫ,</verse>
				<verse number="29">мӗншӗн тесессӗн патшалӑх — Ҫӳлхуҫанӑн, Вӑл — халӑхсенӗн Патши.</verse>
				<verse number="30">Ҫӗр ҫинчи мӑнтӑррисем пурте ҫийӗҫ, пуҫҫапа пуҫлӗҫ; ҫӗре кӗрекенсем те, пурӑнӑҫне тӑсма пултарайманскерсем, пурте Ун умне ӳксе пуҫҫапӗҫ.</verse>
				<verse number="31">[Манӑн] йӑхӑм Уншӑн ӗҫлесе пурӑнӗ, ӑна ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа халӑхӗ тейӗҫ:</verse>
				<verse number="32">килӗҫ те — ҫуралакан этемсене Ҫӳлхуҫа тӳрӗлӗхӗ ҫинчен, Вӑл мӗн туни ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа — манӑн Кӗтӳҫӗм; эпӗ ҫитменни мӗнне пӗлмӗп:</verse>
				<verse number="2">Вӑл мана тулӑх улӑхсенче канлӗн ҫӳретет, мана лӑпкӑ шыв хӗррине илсе ҫӳрет,</verse>
				<verse number="3">Хӑй ячӗшӗн манӑн чунӑма тӗреклӗх парать, мана тӳрӗлӗх ҫулӗпе илсе пырать.</verse>
				<verse number="4">Вилӗм ӗмӗлки тӑракан айлӑмпа кайсассӑн та усалтан хӑрамӑп эпӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ манпа пӗрле; Санӑн тую, Санӑн патакку — ҫавсем канлӗ усраҫҫӗ мана.</verse>
				<verse number="5">Тӑшманӑмсем умӗнчех Эсӗ ман валли апат хатӗрлерӗн, пуҫӑма ҫу сӗртӗн; манӑн куркам туп-туллиех.</verse>
				<verse number="6">Ҫапла, [Санӑн] ырӑлӑху, хӗрхенекен кӑмӑлу ӗмӗрӗм тӑршшӗпех манпа пӗрле пулинччӗ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче нумай-нумай кун пулӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Ҫӗр те, ӑна тулли тӑваканӗсем те, тӗнче те, тӗнчере пурӑнаканӗсем те — пурте Ҫӳлхуҫанӑн:</verse>
				<verse number="2">ҫӗре Вӑл тинӗссем ҫине вырӑнаҫтарнӑ, юханшывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине кам улӑхайӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче кам тӑма пултарайӗ?</verse>
				<verse number="4">Айӑпсӑр алӑлли, таса чӗрелли, [ҫывӑх ҫыннине] хӑйӗн чунӗпе кӑлӑхах тупа туманни, улталаса чунлашманни —</verse>
				<verse number="5">ҫавӑ Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илӗ, Турӑран, хӑйне Ҫӑлаканран, ырӑлӑх курӗ.</verse>
				<verse number="6">Турра шыракансенӗн, Санӑн сӑнна шыракансенӗн йӑхӗ ҫавӑн пек, эй Иаков Турри!</verse>
				<verse number="7">Эй хапхасем, ҫийӗрсене ҫӗклӗр, эй ӗмӗрхи алӑксем, ҫӗкленӗр — мухтав Патши кӗрет!</verse>
				<verse number="8">Кам ҫав мухтав Патши? — тӗреклӗ, хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа, вӑрҫӑра паттӑр Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Эй хапхасем, ҫийӗрсене ҫӗклӗр, эй ӗмӗрхи алӑксем, ҫӗкленӗр — мухтав Патши кӗрет!</verse>
				<verse number="10">Кам ҫав мухтав Патши? — ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи, Ҫавӑ — мухтав Патши. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, чунӑмпа Сан патналла ҫӗкленетӗп.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм! Сана шанатӑп, [ӗмӗрне те] намӑс курмӑпинччӗ, тӑшманӑмсем манран кулаймӗҫинччӗ,</verse>
				<verse number="3">Сана шанакансем те пӗри те намӑс курмӗҫинччӗ; кӑлӑхах йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем намӑса юлӗҫинччӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана, Хӑвӑн сукмакусене вӗрент мана.</verse>
				<verse number="5">Хӑвӑн чӑнлӑху енне яр мана, вӗрентсе ҫитер мана: Эсӗ — мана ҫӑлакан Турӑ; кирек хӑҫан та Сана шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫа, Ху ӗмӗртенпех уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине, ырӑлӑх кӑтартса тӑнине асна илсемччӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӑмсене, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ан асӑнсам; эй Ҫӳлхуҫа, Ху ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран асна илсемччӗ мана!</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа ырӑ та тӳрӗ, ҫавӑнпа Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене тӗрӗс ҫул ҫине тӑратать,</verse>
				<verse number="9">йӑвашшисене тӳрӗлӗх енне ярать, йӑвашшисене Хӑйӗн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗрентет.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа халалне, Вӑл пӗлтернине уяса пурӑнакансемшӗн Ҫӳлхуҫа ҫулӗсем — пурте ырӑлӑх та чӑнлӑх.</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ ҫылӑха кӗнине Хӑвӑн ятушӑн каҫарсам: ҫылӑхӑм питӗ пысӑк.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын кам вӑл? Ҫӳлхуҫа ӑна хӑш ҫула суйламаллине кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="13">Унӑн чунӗ ырӑлӑхра пулӗ, унӑн вӑрлӑхне ҫӗр тивӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗ — Унран хӑракансем валли, Вӑл Хӑйӗн халалне ҫавсене пӗлтерет.</verse>
				<verse number="15">Куҫӑмпа яланах Ҫӳлхуҫа енне тӗмсӗлетӗп: Вӑл манӑн урана танатаран вӗҫертет.</verse>
				<verse number="16">Ман ҫине пӑхсам, хӗрхенсем мана: эпӗ — тӑр-пӗччен, эпӗ тертленетӗп.</verse>
				<verse number="17">Чӗрем сехмечӗсем нумайланчӗҫ; асапӑмсенчен хӑтарсам мана,</verse>
				<verse number="18">эпӗ асапланнине, халран кайнине курсам, пур ҫылӑхӑма та каҫарсам.</verse>
				<verse number="19">Тӑшманӑмсем ҫине пӑхсам: епле йышлӑ вӗсем, мана епле хаяррӑн кураймаҫҫӗ вӗсем.</verse>
				<verse number="20">Чунӑма сыхласам, хӑтарсам мана, Сана шанса тӑнӑшӑн намӑс курмӑпинччӗ.</verse>
				<verse number="21">Айӑпсӑр пулни, тӳрӗ пулни сыхлатӑр мана: эпӗ Сана шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="22">Эй Турӑҫӑм, Израиль халӑхне пӗтӗм асапӗнчен хӑтарсамччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӳрӗ сут тусамччӗ мана: эпӗ айӑпа кӗрсе ҫӳремерӗм, Ҫӳлхуҫана шанса тӑнӑран такӑнассӑм ҫук.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӗрӗсле мана, сӑна мана; ӑшӑм-чиккӗме, чӗреме шӑратсах тӗрӗсле:</verse>
				<verse number="3">Санӑн ырӑлӑху — куҫӑм умӗнчех, эпӗ Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрерӗм,</verse>
				<verse number="4">суеҫӗ ҫынсемпе лармарӑм, чее ҫынсемпе те каяссӑм ҫук;</verse>
				<verse number="5">усал шухӑш тытнисен эшкерне курайми пулса ҫитрӗм, йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле ларассӑм ҫук;</verse>
				<verse number="6">эй Ҫӳлхуҫамӑм, хам айӑпсӑррине кӑтартса алла ҫӑвам та парне вырӑнӗ тавра ҫаврӑнам,</verse>
				<verse number="7">Сана янӑравлӑн мухтаса калаҫам, Санӑн мӗнпур кӗтретӳ ҫинчен пӗлтерем.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа! эпӗ Санӑн Ҫуртна, Санӑн мухтавлӑху тӑракан вырӑна юрататӑп.</verse>
				<verse number="9">Чунӑма ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле, пурӑнӑҫӑма юн тӑкакан ҫынсемпе пӗрле ан пӗтерсем:</verse>
				<verse number="10">вӗсен аллинче усал ӗҫ, вӗсен сылтӑм алли вӗҫсӗр сӗрев илсе тӑрать.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ вара айӑпа кӗрсе ҫӳреместӗп; [эй Ҫӳлхуҫа,] хӑтарсам мана, хӗрхенсем мана.</verse>
				<verse number="12">Манӑн ура тӳрӗ ҫул ҫинче тӑрать; пухусенче Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа — манӑн ҫуттӑм, манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: манӑн камран хӑрас? Ҫӳлхуҫа — пурӑнӑҫӑмӑн тӗрекӗ: манӑн камран сехӗрленес?</verse>
				<verse number="2">Усал ӗҫ тӑвакансем, мана хирӗҫ тӑракансем, манӑн тӑшманӑмсем ӳтӗме ҫисе ярас тесе мана тапӑнсассӑн хӑйсемех такӑнса ӳксе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Мана ҫар тапӑнас пулсассӑн та чӗрем шикленмӗ; мана хирӗҫ вӑрҫӑ хускалсассӑн та пӗрех шанса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ Ҫӳлхуҫаран пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтрӑм, ҫакна ҫеҫ ӗмӗтленетӗп: ӗмӗрӗм тӑршшӗпе куллен-кунах Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пуласчӗ, Ҫӳлхуҫа илемне курса тӑрасчӗ, Унӑн [сӑваплӑ] Керменне ҫӳресчӗ:</verse>
				<verse number="5">хӗн-асаплӑ кунӑмра Вӑл мана Хӑйӗн кӗлӗ чатӑрӗнче пытарӗччӗ, Хӑй пурӑнакан вырӑнта, шалта, пытарӗччӗ, мана чул хысак ҫине тӑратӗччӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара хама хупӑрлакан тӑшмансем умӗнче пуҫӑма ҫӗклӗттӗм эпӗ; Унӑн кӗлӗ чатӑрӗнче мухтав парнийӗ кӳрӗттӗм, Ҫӳлхуҫана кӗвӗ каласа, аслӑласа мухтӑттӑм.</verse>
				<verse number="7">Эй Ҫӳлхуҫа, тархасланӑ сассӑма илтсем, ҫырлахсам мана, тӑнласам мана.</verse>
				<verse number="8">Чӗрем Санӑн сӑмахна калать: «Манӑн сӑнӑма шырӑр» теет; эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Санӑн сӑнна шырам.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑн сӑнна манран ан пытарсам; Хӑвӑн чуруна ҫиллӳпе тӗртсе ан ярсам. Эсӗ мана пулӑшаканччӗ; эй Турӑҫӑм, Ҫӑлаканӑм! ан пӑрах мана, пӑрахса ан кай мана!</verse>
				<verse number="10">Мана ӗнтӗ аттем те, аннем те пӑрахрӗ, анчах Ҫӳлхуҫамӑм хапӑл тӑвӗ мана.</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫа, тӑшманӑмсене кура Хӑвӑн ҫулупа пыма вӗрент мана, тӳрӗ сукмакпа илсе кай мана;</verse>
				<verse number="12">тӑшманӑмсен аллине ан пар мана: мана суя кӳнтеленсем тапӑнаҫҫӗ, вӗчӗ тытса тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ вара чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхне курасса шанатӑп.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫана шан, ҫирӗп пул, чӗрӳ тӗреклӗленсе пытӑр, Ҫӳлхуҫана шан. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа, Сана тархаслатӑп: эй тӗрекӗм! мана чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ, Эсӗ чӗнмесӗр тӑнипе манӑн ҫӗре кӗрекенсем евӗрлӗ пулас марччӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑ, Хӑвна тархасланӑ чухне, аллӑмсене Санӑн сӑваплӑ Ҫурту енне ҫӗкленӗ чухне манӑн тархаслакан сассӑма илтсемччӗ.</verse>
				<verse number="3">Мана йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле, ҫылӑх тӑвакансемпе пӗрле ан пӗтерсемччӗ, вӗсем ҫывӑх ҫыннисемпе тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫаҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем усал шухӑш тытаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӗҫӗсене кура, хӑйсем усал тунине кура тавӑрса пар вӗсене; алли ӗҫӗсене кура тавӑр вӗсене, хӑйсене тивӗҫлине пар вӗсене.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн алли пултарнине вырӑна хумаҫҫӗ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкӗ, текех ҫӗклентермӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ — Вӑл манӑн йӑлӑнакан сассӑма илтрӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, манӑн хулканӑм; чӗрем Ӑна шанса тӑчӗ те — Вӑл мана пулӑшрӗ, вара чӗрем хӗпӗртенчӗ; эпӗ Ӑна юррӑмпа аслӑласа мухтатӑп.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа — Хӑй халӑхӗн тӗрекӗ, ҫу сӗрнӗ ҫыннине ҫӑлакан хӳтлӗх Вӑл.</verse>
				<verse number="9">Эй Турӑ, Хӑвӑн халӑхна ҫӑл, Хӑвӑн еткерлӗхне пиллӗх пар; пӑхса усра вӗсене, ӗмӗрех ҫӗклентер вӗсене!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Эй Турӑ ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр та чыслӑр,</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр; Ҫӳлхуҫана Унӑн чаплӑ Ҫуртӗнче пуҫҫапӑр.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа сасси — шывсем ҫийӗнче; кӗмсӗртетет мухтавлӑх Турри, Ҫӳлхуҫа — аслӑ шывсем ҫийӗнче.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа сасси хӑватлӑ, Ҫӳлхуҫа сасси мӑнаҫлӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа сасси кедр йывӑҫӗсене тӑпӑлтарать; Ҫӳлхуҫа Ливан тӑвӗ ҫинчи кедрсене йӑвантарать,</verse>
				<verse number="6">вӗсене пӑру евӗр сиктерет, Ливанпа Сирион ҫинчи ҫамрӑк хир вӑкӑрӗсем пек сиктерет.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа сасси вут ҫулӑмӗ ҫапса кӑларать.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа сасси пушхире чӗтрентерет; Ҫӳлхуҫа Кадес пушхирне чӗтрентерет.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа сасси айпӑлансене пӑру пӑрахтарать, вӑрмансене ҫаратса хӑварать; Унӑн Керменӗнче кирек мӗн те Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерсе тӑрать.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа талай шывӗсем тӗлӗнче патшара ларнӑ, Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех патшара ларӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне вӑй-хал парса тӑтӑр, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӑнӑҫлӑ пурӑнма пиллӗх патӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Давид псаломӗ. Ҫурт хӑтланӑ чухне юрламалли юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, Сана аслӑласа мухтам: Эсӗ мана ҫӗклерӗн, тӑшманӑмсене ман тӗлӗшӗмрен савӑнмалла тумарӑн.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! Сана тархасларӑм та — Эсӗ мана сыватрӑн.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкран кӑлартӑн, мана чӗрӗ хӑвартӑн, вилсе шӑтӑка кӗресрен хӑтартӑн.</verse>
				<verse number="5">Эй Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ ҫыннисем, Ӑна мухтаса юрлӑр, Унӑн сӑваплӑхне асӑнса аслӑлӑр:</verse>
				<verse number="6">Унӑн ҫилли — саманта анчах, ырӑ сунни — ӗмӗр тӑршшӗне: каҫхине йӗртет, ирхинех савӑнтарать.</verse>
				<verse number="7">Хам ырӑ курса пурӑннӑ чухне каларӑм: «ӗмӗрне те такӑнассӑм ҫук» терӗм.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа, Ху кӑмӑл тунипе Эсӗ мана тӗреклӗ ту ҫине тӑратрӑн; анчах Хӑвӑн сӑнна манран пытартӑн та — эпӗ аптӑрасах ӳкрӗм.</verse>
				<verse number="9">Эй Ҫӳлхуҫа, вара Сана тархасларӑм, [хамӑн] Ҫӳлхуҫама йӑлӑнтӑм:</verse>
				<verse number="10">«манӑн юнӑм тӑкӑннинчен, эпӗ вилсе шӑтӑка кӗнинчен мӗн усси? Сана вилтӑпри мухтӗ-и? Санӑн чӑнлӑхна ҫавӑ пӗлтерсе тӑрӗ-и?</verse>
				<verse number="11">эй Ҫӳлхуҫа, илтсемччӗ мана, хӗрхенсемччӗ мана; эй Ҫӳлхуҫа! мана пулӑшаканӗ пулсамччӗ» терӗм.</verse>
				<verse number="12">Вара куҫҫуль вырӑнне Эсӗ мана хаваслӑх патӑн, ман ҫийӗмрен хуйхӑ тумтирне хывса илтӗн, мана савӑнӑҫ тумтирӗ тӑхӑнтартрӑн,</verse>
				<verse number="13">чунӑм Сана мухтаса тӑтӑр, мухтама ан чарӑнтӑр. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! ӗмӗр Сана аслӑласа пурӑнам. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Сана шанса тӑратӑп, ӗмӗрне те намӑс курмӑпинччӗ; Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе хӑтарсам мана;</verse>
				<verse number="3">хӑлхуна тайса итлесем мана, хӑтарма васкасам мана. Мана ҫӑлмашкӑн маншӑн чул тӗрекӗм пул, тарса хӑтӑлмалли ҫуртӑм пул:</verse>
				<verse number="4">манӑн чул тӑвӑм, манӑн хӳмем — Эсӗ; Хӑвӑн ятушӑн ертсе ҫӳре мана, вӗрентсе тӑр мана.</verse>
				<verse number="5">Вӑрттӑн карса хунӑ танатаран вӗҫерт мана: манӑн тӗрекӗм — Эсӗ.</verse>
				<verse number="6">Чунӑма Санӑн аллуна паратӑп; эй Ҫӳлхуҫамӑм, шанчӑклӑ Туррӑм, мана Эсӗ хӑтараттӑн.</verse>
				<verse number="7">Ӑҫтиҫук йӗрӗхсене пуҫҫапакансене кураймастӑп, эпӗ Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнатӑп.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ ырӑлӑх тунӑшӑн савӑнам, хӗпӗртем: Эсӗ манӑн мӗскӗнлӗхӗме куртӑн, чунӑм хурлӑхӗ ҫинчен пӗлтӗн,</verse>
				<verse number="9">мана тӑшман аллине памарӑн; урана ирӗк ҫӗре тӑратрӑн.</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсем мана: йывӑр мана; хуйхӑрнипе куҫӑм путса кӗчӗ, чунӑм та, ӑшӑм-чиккӗм те касӑлчӗ.</verse>
				<verse number="11">Хурлӑхпах пурӑнӑҫӑм чакрӗ, кунҫулӑм асаплӑ; ҫылӑхӑмсем пирки вӑй-халӑм юлмарӗ, шӑммӑм-шаккӑм халтӑркарӗ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ тӑшманӑмсен мӑшкӑлӗ пултӑм, кӳршӗсем пуринчен ытла кулаҫҫӗ, пӗлӗшӗмсем те ман пата пыма хӑраҫҫӗ: мана урамра курсанах аяккалла тараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Вилнӗ ҫынна маннӑ пек, чӗрисем мана манчӗҫ; эпӗ ӗнтӗ — ҫӗмрӗк савӑт пекех:</verse>
				<verse number="14">хама нумайӑшӗ хӑртнине илтетӗп; вӗсем мана хирӗҫ каварлашнӑ чухне, манӑн чунӑма пӗтерме шухӑшланӑ чухне пур енче те — тискерлӗх.</verse>
				<verse number="15">Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ вара Сана шанатӑп: Эсӗ — манӑн Туррӑм, теетӗп.</verse>
				<verse number="16">Манӑн кунҫулӑм — Санӑн аллунта; тӑшманӑмсен аллинчен, хама йӗрлекенсенчен хӑтарсам мана.</verse>
				<verse number="17">Чуруна Хӑвӑн ҫутӑ сӑнна кӑтартсам; хӗрхенекен кӑмӑлупа ҫӑлсам мана.</verse>
				<verse number="18">Эй Ҫӳлхуҫа! Сана тархасланӑшӑн намӑс курмӑпинччӗ; усал ҫынсем намӑса юлччӑр, тамӑкра пӑчланччӑр.</verse>
				<verse number="19">Суя чӗлхе-ҫӑварсем — тӳрӗ ҫын ҫинчен сӗмсӗр, мӑнаҫланса, йӗрӗнсе калаҫакансем — чӗнейми пулччӑр.</verse>
				<verse number="20">Санӑн ырӑлӑху иксӗлми, Эсӗ ӑна Хӑвӑнтан хӑракансем валли упратӑн, Эсӗ ӑна Хӑвна шанакансем валли этем ывӑлӗсем умӗнчех хатӗрленӗ:</verse>
				<verse number="21">Эсӗ вӗсене халӑхсен пӑлхавӗнчен Хӑвӑн сӑну хӳттинче пытарса усратӑн, вӗсене ҫынсенӗн хаяр чӗлхинчен хӳтӗлесе тӑратӑн.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ: Вӑл мана йывӑр вӑхӑтра Хӑйӗн тӗлӗнмелле ырӑлӑхне кӑтартрӗ!</verse>
				<verse number="23">Аптӑраса ҫитнӗ вӑхӑтра шухӑшларӑм: «мана Хӑвӑн куҫу умӗнчен сиртӗн иккен» терӗм; анчах Сана тархасларӑм та — Эсӗ манӑн кӗллӗм сассине илтрӗн.</verse>
				<verse number="24">Эй Ҫӳлхуҫанӑн таса ҫыннисем, пурсӑр та юратӑр Ӑна; Ҫӳлхуҫа тӳррисене сыхлать, мӑнаҫланакансене тӳпеми тавӑрса парать.</verse>
				<verse number="25">Эй Ҫӳлхуҫана шанакансем, пурсӑр та ҫирӗп пулӑр, чӗрӗр тӗрекленсе пытӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ!</verse>
				<verse number="2">Ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен, ӑшӗнче ултавлӑ шухӑш тытман ҫын телейлӗ!</verse>
				<verse number="3">Ҫылӑха каламасӑр пурӑнтӑм та — куллен ахлатнӑран, йынӑшнӑран шӑммӑм-шаккӑм та хӑрӑнчӗ:</verse>
				<verse number="4">Санӑн аллу мана кунӗн-ҫӗрӗн пусса тӑчӗ; ҫуллахи шӑрӑхпа типнӗ евӗр, хӗрлӗ сӑнӑм шуралчӗ.</verse>
				<verse number="5">Пӗрех Сана ҫылӑхӑма пӗлтертӗм, йӗркесӗр ӗҫӗме пытармарӑм; «ирсӗр ӗҫӗме Ҫӳлхуҫана каласа парам» терӗм, Эсӗ вара мана ҫылӑхӑм айӑпӗнчен каҫартӑн.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа кирек хӑш тӳрӗ ҫын та йывӑр вӑхӑтра Сана кӗлтӑвӗ, вара сарӑлса кайнӑ пысӑк шывсем ун патне ҫитеймӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ — манӑн хӳттӗм: Эсӗ мана хӗн-хурлӑхран сыхласа тӑратӑн, Ху хӑтарса тӑнипе савӑнтаратӑн.</verse>
				<verse number="8">«Сана ӑса кӗртӗп, вӗрентӗп, сана ху пымалли ҫул ҫине тӑратӑп; сана кӑтартса пырӑп, Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ».</verse>
				<verse number="9">«Лаша пек, ӑссӑр ашак пек ан пулӑр: хӑвна итлеттерес тесессӗн вӗсене йӗвен тӑхӑнтартса ҫӑварлӑхлас пулать».</verse>
				<verse number="10">Усал ҫыннӑн хӗн курасси нумай, Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнакана ырӑлӑх хупӑрлать.</verse>
				<verse number="11">Эй тӳрӗ ҫынсем, савӑнӑр, Ҫӳлхуҫашӑн хӗпӗртӗр; эй таса чӗреллисем, пурте хавасланӑр. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Эй тӳрӗ ҫынсем, Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑр: мухтаса калаҫни тӳррисене килӗшет.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫана кӗсле каласа аслӑлӑр, Ӑна вунӑ хӗлӗхлӗ псалтирь каласа мухтавлӑр;</verse>
				<verse number="3">Ӑна мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; хӗлӗхне килӗшӳллӗн янӑратӑр:</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ — чӑн, Унӑн пур ӗҫӗ те шанчӑклӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл тӳрӗлӗхе юратать, тӗрӗс сут тӑвать; Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑхӗ ҫӗр тулли.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа Сӑмахӗпе — тӳпе, Унӑн Сывлӑшӗпе ҫӳлти пӗтӗм ҫар пулса тӑнӑ:</verse>
				<verse number="7">тинӗс шывне Вӑл ҫӗмел пек купаласа хунӑ, тӗпсӗр-йӗрсӗр шыва тарӑн вырӑнсене тултарнӑ.</verse>
				<verse number="8">Пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑтӑр; тӗнчере пурӑнаканнисем пурте Ун умӗнче чӗтӗресе тӑччӑр:</verse>
				<verse number="9">Вӑл каланӑ та — пулнӑ; Вӑл хушнӑ та — пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа суя тӗнлисен каварне аркатать, халӑхсен усал шухӑшне пӗтерет, [пуҫлӑхсен канашне путарать].</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа канашӗ вара ӗмӗрех тӑрать; Унӑн чӗринчи шухӑш сыпӑкран сыпӑка пырать.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫана хӑйӗн Турри тунӑ халӑх — Турӑ Хӑй валли суйласа илнӗ ӑру — телейлӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен пӑхса тӑрать, этем ывӑлӗсене пурне те курать;</verse>
				<verse number="14">Хӑй ларакан аслӑ пуканӗ ҫинчен ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те курать Вӑл:</verse>
				<verse number="15">вӗсенӗн чӗрисене пурне те Вӑл пултарнӑ, вӗсенӗн пур ӗҫне те тимлет Вӑл.</verse>
				<verse number="16">Ҫарӗ йышлӑ пулнипе патша хӑтӑлаймӗ; паттӑра пысӑк вӑйӗ ҫӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="17">Хӑтӑлмашкӑн урхамах та шанчӑклӑ мар: темӗнле вӑйлӑ пулсан та ҫӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="18">Акӑ Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче:</verse>
				<verse number="19">Вӑл вӗсенӗн чунӗсене вилӗмрен хӑтарӗ, выҫлӑхра тӑрантарса, вӗсене тутӑ усрӗ.</verse>
				<verse number="20">Пирӗн чунӑмӑр Ҫӳлхуҫана шанать: Вӑл — пире Пулӑшаканӗ, пире Хӳтӗлекенӗ;</verse>
				<verse number="21">пирӗн чӗремӗр Уншӑн савӑнать: эпир Унӑн сӑваплӑ ятне шанса тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="22">Эй Ҫӳлхуҫа, Сана шанса тӑнине кура пире Санӑн ырӑлӑху ҫитинччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Давид псаломӗ. Авимелех умӗнче ухмаха хывсассӑн, хӑйне ун патӗнчен хӑваласа ярсассӑн, унтан кайсассӑн.</verse>
				<verse number="2">Кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫана мухтам; чӗлхе-ҫӑварӑм пӗр вӗҫӗмсӗр Ӑна мухтатӑр.</verse>
				<verse number="3">Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫапа мухтанӗ; йӑвашшисем илтӗҫ те — савӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Манпа пӗрле Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, пӗрле тӑрса Унӑн ятне мухтавлар.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ Ҫӳлхуҫана шырарӑм та — Вӑл мана илтрӗ, мана пӗтӗм инкек-синкекӗмрен хӑтарчӗ.</verse>
				<verse number="6">Ун ҫине шанса пӑхакансем ҫутӑлса кайрӗҫ, вӗсенӗн пичӗ-куҫӗ намӑс курмӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫак мӗскӗн тархасларӗ те — Ҫӳлхуҫа илтрӗ, ӑна пӗтӗм асапӗнчен ҫӑлса хӑварчӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫаран хӑракансене Унӑн Ангелӗ пур енчен те сыхласа тӑрать, вӗсене хӑтарать.</verse>
				<verse number="9">Астивсе пӑхӑр, Ҫӳлхуҫа епле ыррине курӑр! Ӑна шанса тӑракан ҫын телейлӗ!</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ ҫыннисем, [пурсӑр та] Ҫӳлхуҫаран хӑрӑр: Унран хӑракансем ҫитменни мӗнне пӗлмӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Пуяннисем ҫука юлаҫҫӗ, выҫӑ аптӑраҫҫӗ, Ҫӳлхуҫана шыракансем вара пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Килӗр, ачасем, итлӗр мана: сире Ҫӳлхуҫаран хӑрама вӗрентем.</verse>
				<verse number="13">Этемӗн пурӑнасси килет-и, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулса ырӑ курасси килет-и?</verse>
				<verse number="14">Апла чӗлхӳне усал сӑмах каласран, ҫӑварна ултавлӑ сӑмах каласран чарса тӑр.</verse>
				<verse number="15">Усал ӗҫрен пӑрӑн, ырӑ ту; тӑнӑҫлӑха шыра, ҫавна йӗрле.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем йӑлӑннӑ енче.</verse>
				<verse number="17">Анчах Унӑн сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн.</verse>
				<verse number="18">Тархаслаҫҫӗ те [тӳрӗ ҫынсем] — Ҫӳлхуҫа вӗсене илтет, вӗсене пур асапӗнчен те хӑтарать.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать, Вӑл йӑваш кӑмӑллисене ҫӑлать.</verse>
				<verse number="20">Тӳрӗ ҫыннӑн хӗн-асап нумай, Ҫӳлхуҫа ӑна пуринчен те хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл унӑн шӑмми-шаккине сыхӑ усрать; унӑн пӗр шӑмми те ванмӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫылӑхлӑ ҫынна усаллӑхӗ вӗлерӗ, тӳрӗ ҫынна курайманнисем айӑпа юлӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурисен чунне хӑтарӗ, Ӑна шанаканӗ пӗри те айӑпа юлмӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа, манпа тавлашакансен тавӑҫне татса пар, манпа тытӑҫакансене парӑнтар;</verse>
				<verse number="2">хулканпа хурҫӑ тумна илсе мана пулӑшма ҫӗклен;</verse>
				<verse number="3">мана йӗрлекенсене хирӗҫ сӑнӑпа айпӑлти туртса кӑлар; манӑн чунӑма кала: «санӑн ҫӑлӑнӑҫу — Эпӗ!» те.</verse>
				<verse number="4">Манӑн чунӑма шыракансем намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр; мана усал сунакансем каялла тарччӑр, хисепрен тухчӑр;</verse>
				<verse number="5">вӗсем ҫил умӗнчи хывӑх пек пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хӑваласа ятӑр;</verse>
				<verse number="6">вӗсен ҫулӗ тӗттӗм те шуҫлака пултӑр, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вӗсене хыҫран хӑвалатӑр:</verse>
				<verse number="7">айӑпӑм ҫук ҫӗртех вӗсем вӑрттӑн ман валли таната карчӗҫ, айӑпӑм ҫук ҫӗртех чунӑм валли шӑтӑк алтрӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсен пӗр кӗтмен чухне пӗтмелле пултӑр, ман валли вӑрттӑн карнӑ танати вӗсене хӑйсене ҫаклаттӑр; ҫавӑнта пӗтмеллипех кӗрсе ӳкчӗр.</verse>
				<verse number="9">Манӑн чунӑм вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ, Вӑл ҫӑлнӑшӑн хӗпӗртесе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="10">Пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм ҫапла калӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм! Сан пекки кам пултӑр тата? Эсӗ вӑйсӑррине вӑйлинчен хӑтаратӑн, чухӑнпа мӗскӗне хӑйсене ҫаратаканӗсенчен ҫӑлатӑн».</verse>
				<verse number="11">Мана хирӗҫ суя кӳнтеленсем тӑчӗҫ: манран хам пӗлменнине тӗпчеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="12">ырӑшӑн мана усалпа тавӑраҫҫӗ, вӗсем манӑн чунӑма тытасшӑн.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем чирленӗ чухне эпӗ хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса ҫӳрерӗм, типӗ тытса чунӑма мӗскӗнлетрӗм, манӑн кӗллӗм хам ӑшӑмах таврӑнатчӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсене юлташӑм, тӑванӑм вырӑнне хурса хурланаттӑм; амӑшӗшӗн йӗрекен пек хуйхӑрса, пуҫӑма чиксе ҫӳреттӗм.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ такӑннӑ чухне вӗсем савӑнатчӗҫ, пӗрле пухӑнатчӗҫ, мана ҫиекенсем пӗрле пухӑнатчӗҫ, эпӗ вӗсене палламастӑм та, вӗсем хӑртатчӗҫ мана, чарӑна пӗлместчӗҫ;</verse>
				<verse number="16">мана сӑнатчӗҫ, мӑшкӑллатчӗҫ, мана хирӗҫ шӑл хӑйратчӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Эй Ҫӳлхуҫа! ҫакна хӑҫанччен пӑхса тӑрӑн-ши? Манӑн чунӑма вӗсен усаллӑхӗнчен ҫӑлсам, пӗртен-пӗррескерӗме ҫав арӑслансенчен хӑтарсам.</verse>
				<verse number="18">Сана аслӑ пухура аслӑласа тӑрӑп, Сана йышлӑ халӑх хушшинче мухтаса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="19">Кӑлӑхах тапӑнакан тӑшманӑмсем мана ҫӗнтерсе ан савӑнайччӑр, мана айӑпсӑр ҫӗртенех курайман ҫынсем пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ан тӑрайччӑр;</verse>
				<verse number="20">тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫмаҫҫӗ вӗсем, ҫӗр ҫинче татуллӑ пурӑнакансем ҫинчен чее кавар тӑваҫҫӗ;</verse>
				<verse number="21">ҫӑварне карса, манран кулаҫҫӗ: «аван-ха ку, аван, куҫӑмӑр курчӗ ӗнтӗ» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ куртӑн, чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ; эй Ҫӳлхуҫа! пӑрахса ан кайсамччӗ мана.</verse>
				<verse number="23">Эй Турӑҫӑм, эй Ҫӳлхуҫамӑм! вӑран, мана сут тума ҫӗклен, манӑн тавӑҫа татса пар.</verse>
				<verse number="24">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе сут ту мана, вӗсем ман тӗлӗшӗмрен ан савӑнайччӑр;</verse>
				<verse number="25">хӑйсен ӑшӗнче: «аван-ха ку! [аван!] ӗнтӗ кӑмӑлӑмӑр тулчӗ!» тесе ан шухӑшлайччӑр. «Хыпса ҫӑтрӑмӑр хайхине» тесе ан калайччӑр.</verse>
				<verse number="26">Манӑн хӗн-асапшӑн савӑнакансем пурте намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр; ман умра каппайланакансем хур курччӑр, ҫын кулли пулччӑр.</verse>
				<verse number="27">Эпӗ тӳрре тухасса ӗмӗтленекенсем савӑнччӑр, хӗпӗртеччӗр, ӗнтӗ пӗр вӗҫӗмсӗр: «Хӑй чурине канӑҫлӑх сунакан Ҫӳлхуҫа асла тухтӑр!» тесе тӑччӑр.</verse>
				<verse number="28">Манӑн чӗлхем те куллен-кун Санӑн тӳрӗлӗхӳ ҫинчен, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен вӗрентӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Турӑ чури Давидӑн.</verse>
				<verse number="2">Йӗркесӗр ҫын усаллӑхӗ ҫинчен манӑн чӗрем ҫапла калать: вӑл Турӑран хӑрамасть, ҫавӑ ҫук ун умӗнче:</verse>
				<verse number="3">хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене шыранӑ пек пулса, вӗсене курайми пек пулса, хӑйне хӑй йӑпатать вӑл;</verse>
				<verse number="4">ҫӑварӗнчен тухан сӑмахӗ — суя та ултав; вӑл ырӑ тӑвасси ҫинчен шутламасть те;</verse>
				<verse number="5">выртан вырӑнӗ ҫинче те йӗркесӗр ӗҫ тӑвасси ҫинчен шухӑшлать, ырӑ мар ҫул ҫине тӑрать, усалтан йӗрӗнмест.</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ырӑлӑху тӳпене ҫитиех, Санӑн чӑнлӑху пӗлӗтсем таранах!</verse>
				<verse number="7">Санӑн тӳрӗлӗхӳ — Турӑ тӑвӗсем пек, Санӑн сутусем — тӗпсӗр шывсем пек! Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ этеме те, выльӑх-чӗрлӗхе те сыхӑ усратӑн!</verse>
				<verse number="8">Эй Турӑҫӑм, Санӑн ырӑлӑху мӗн тери паха! Этем ывӑлӗсем Санӑн ҫунату хӳттинче канлӗ пурӑнаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="9">вӗсем Санӑн Ҫуртӑнти тулӑх апатпа тӑранаҫҫӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвӑн сим пылу юхакан ҫырмаран ӗҫтеретӗн,</verse>
				<verse number="10">мӗншӗн тесессӗн Санра — чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ; Санӑн ҫуттунта эпир ҫутӑ куратпӑр.</verse>
				<verse number="11">Хӑвна пӗлекенсене ырӑлӑхна, тӳрӗ чӗреллисене тӳрӗлӗхне кӑтартса тӑр,</verse>
				<verse number="12">ман ҫине мӑнаҫлӑх ури пусайминччӗ, ҫылӑхлӑ ҫын алли мана хӑваласа ярайминччӗ:</verse>
				<verse number="13">йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ҫавӑнта ӳкрӗҫ, вӗсене ӳкернӗ, ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Усал ҫынсем тӗлӗшпе хӗрсе ан кай, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем тӗлӗшпе ан тарӑх:</verse>
				<verse number="2">вӗсене кӗҫех курӑк пек ҫулса пӑрахӗҫ, вӗсем ешерекен ӳсентӑран пек шанса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫана шан, ырӑ ту; ҫӗр ҫинче пурӑн, чӑнлӑха упра.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫапа лӑплан, Вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне ҫитерӗ.</verse>
				<verse number="5">Хӑвӑн ҫулна Ҫӳлхуҫа аллине пар, Ӑна шан, Вӑл туса ҫитерӗ,</verse>
				<verse number="6">санӑн тӳрӗлӗхне ҫутӑ пек, санӑн тӗрӗслӗхне кӑнтӑр кунӗ пек кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫана пӑхӑн, Ӑна шанса пурӑн. Ултавҫӑ ҫыннӑн ҫулӗ ӑнса пынӑшӑн ан кӗвӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫилленме чарӑн, хаярлӑхна пӑрах; усал тумалӑхах ан тарӑх:</verse>
				<verse number="9">усал тӑвакансем тӗп пулӗҫ, Ҫӳлхуҫана шанакансем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Вӑраха та каймӗ — усал ҫын пулмӗ; вӑл тӑнӑ вырӑна пӑхӑн та — вӑл ҫук та.</verse>
				<verse number="11">Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Усал ҫын тӳрӗ ҫынна хирӗҫ усал шухӑш тытать, ӑна хирӗҫ шӑлне хӑйрать:</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа унран кулать, мӗншӗн тесессӗн унӑн кунӗ ҫывӑхарнине курса тӑрать.</verse>
				<verse number="14">Чухӑна, мӗскӗне пӗтермешкӗн, тӳрӗ ҫулпа пыракансене чиксе пӑрахмашкӑн усал ҫынсем хӗҫне кӑлараҫҫӗ, уххине карӑнтараҫҫӗ:</verse>
				<verse number="15">вӗсенӗн хӗҫӗсем хӑйсен чӗрисенех тӑрӑнӗҫ, уххисем арканӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Тӳрӗ ҫыннӑн сахалли те — нумай-нумай усал ҫын мулӗнчен пахарах:</verse>
				<verse number="17">усал ҫынсенӗн вӑйӗ путланӗ, тӳрӗ ҫынсене вара Ҫӳлхуҫа тӗреклентерет.</verse>
				<verse number="18">Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ:</verse>
				<verse number="19">хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ;</verse>
				<verse number="20">усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Усал ҫын кивҫен илет те — тавӑрса памасть; тӳрӗ ҫын хӗрхенет те — парать.</verse>
				<verse number="22">Турӑ пилленисене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, Вӑл ылханнисене пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Тӳрӗ ҫыннӑн урине Ҫӳлхуҫа тӗреклӗлетет, унӑн ҫулӗ Турра кӑмӑллӑ:</verse>
				<verse number="24">вӑл ӳке пуҫласан та йӑванса каймӗ — Ҫӳлхуҫа ӑна аллинчен тытса тӑрать.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм:</verse>
				<verse number="26">вӑл куллен ырӑ тӑвать, кивҫен парать, унӑн йӑхӗ пиллӗхлӗ пулать.</verse>
				<verse number="27">Усал ӗҫрен пӑрӑн, ырӑ ту, вара ӗмӗр пурӑнӑн:</verse>
				<verse number="28">Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене пӑрахмасть; вӗсем ӗмӗрех сыхланса юлӗҫ; [йӗркесӗррисене кӑларса пӑрахӗҫ,] усал ҫынсенӗн йӑхӗ тӗп пулӗ.</verse>
				<verse number="29">Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Тӳрӗ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗ ӑслӑ сӑмах калаҫать, унӑн чӗлхи чӑннине калать.</verse>
				<verse number="31">Хӑй Туррийӗн саккунӗ чӗринчех упранать; унӑн ури такӑнас ҫук.</verse>
				<verse number="32">Усал ҫын тӳрӗ ҫынна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет, ӑна вӗлерме май шырать;</verse>
				<verse number="33">анчах Ҫӳлхуҫа ӑна ун аллине памӗ, сут тунӑ чухне ӑна айӑпа хӑварттармӗ.</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫана шан, Унӑн ҫулӗпе ҫӳре: ҫӗре еткерлӗхе памашкӑн Вӑл сана ҫӗклӗ; эсӗ усал ҫынсене пӗтернине курса тӑрӑн.</verse>
				<verse number="35">Эпӗ йӗркесӗр ҫынна, хӑрушӑскерне, курнӑччӗ, вӑл Ливан кедрӗ пекех мӑнаҫлӑн курӑнатчӗ;</verse>
				<verse number="36">анчах вӑл иртсе кайрӗ те, акӑ вӑл ҫук та; шыратӑп ӑна — тупаймастӑп.</verse>
				<verse number="37">Айӑпсӑр ҫынран вӗрен, тӳрӗ ҫын ҫине пӑх, ун пек ҫыннӑн пуласлӑхӗ — канлӗ пурӑнӑҫ;</verse>
				<verse number="38">йӗркесӗр ҫынсем вара пурте тӗп пулӗҫ; усал ҫынсенӗн пуласлӑхӗ путланӗ.</verse>
				<verse number="39">Тӳрӗ ҫынсен ҫӑлӑнӑҫӗ Ҫӳлхуҫаран килет, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра вӗсен хӳтлӗхӗ — Турӑ;</verse>
				<verse number="40">Ҫӳлхуҫа вӗсене пулӑшӗ, вӗсене хӑтарӗ; усал ҫынсенчен хӑтарӗ вӗсене, ҫӑлӗ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ӑна шанса тӑраҫҫӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="37">
				<verse number="1">Давид псаломӗ. [Шӑматкуна] асӑнса.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫамӑм! хаярлӑхупах ан айӑпласам мана, ҫилленсех хаса ан парсам мана:</verse>
				<verse number="3">мана Санӑн ҫӗмренӳсем тӑрӑнчӗҫ, мана Санӑн аллу пусса тӑрать.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ ҫилленнипе ӳтӗм-тирӗмре сурансӑр вырӑн юлмарӗ; ҫылӑхӑмсене пула шӑммӑмсем те канӑҫ мӗнне пӗлмеҫҫӗ:</verse>
				<verse number="5">ӗнтӗ ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсем пуҫ тӳпинчен те иртсе кайрӗҫ, мана йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="6">хамӑн ӑссӑрлӑхӑма пула суранӑмсем шӑршланса юхса тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Пӗкӗрӗлсех кӗтӗм, хутлансах лартӑм, кунӗпе вӑйӑрханса ҫӳретӗп:</verse>
				<verse number="8">пилӗкӗме шӑтан-юхан тухса тулчӗ, ӳтӗм-тирӗмре сурансӑр вырӑн юлмарӗ.</verse>
				<verse number="9">Халран кайса ҫитрӗм, ытла та хавшарӑм; чӗрем тӗлкӗшнипе кӑшкӑрса макӑратӑп.</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫамӑм! пӗтӗм шухӑш-ӗмӗтӗм — Санӑн умӑнта, эпӗ ахлатни те Санран пытанмасӑр тӑмасть.</verse>
				<verse number="11">Чӗрем чӗтӗрет; вӑйӑм пӗтсе ҫитрӗ, куҫӑм ҫути — вӑл та пулин юлмарӗ.</verse>
				<verse number="12">Юлташӑмсем, варлӑ-туслӑ пулнисем те, ман чирӗмрен пӑрӑнчӗҫ, ҫывӑх ҫыннӑмсем аякра тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Чунӑма шыракансем танатасем караҫҫӗ, мана усал сунакансем мана пӗтересси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, кулленех мана пӗтерме каварлашаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">эпӗ, хӑлхасӑр ҫын пек, илтместӗп, ҫӑварне уҫман чӗлхесӗр ҫын пек, чӗнместӗп;</verse>
				<verse number="15">эпӗ ӗнтӗ илтмен ҫын пек, хирӗҫ тавӑрса калайман ҫын пек тӑрса юлтӑм.</verse>
				<verse number="16">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Сана шанатӑп; эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Эсӗ мана илтӗн.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ каларӑм: [тӑшманӑмсем] эпӗ пӗтнине курса ан савӑнайччӑр; ман ура такӑнсассӑн вӗсем ман умӑмра ан мухтанайччӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ ӗнтӗ пӗтес патнех ҫитрӗм, асапӑм яланах хам умӑмра тӑрать.</verse>
				<verse number="19">Йӗркесӗр ӗҫӗме эпӗ пӗлетӗп, ҫылӑхӑм пирки ҫунатӑп.</verse>
				<verse number="20">Сӑлтавсӑрах манӑн тӑшман пулнисем вара пурӑнаҫҫӗ, тӗрекленеҫҫӗ, мана курайманнисем хушӑнсах пыраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="21">мана ырӑшӑн усалпа тавӑракансем эпӗ ырӑ тума тӑрӑшнӑшӑн мана кураймасӑр тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, ан пӑрахсам мана! Пӑрахса ан кайсам мана;</verse>
				<verse number="23">эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Ҫӑлаканӑм, мана пулӑшма васкасам!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="38">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне, Идифуна. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Каларӑм: чӗлхемпе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе хамӑн ҫулсене астуса тӑрӑп; усал ҫын умӑмра тӑнӑ чухне чӗлхе-ҫӑварӑма чаруллӑ тытӑп, терӗм.</verse>
				<verse number="3">Чӗнми пултӑм, сасӑ та кӑлармарӑм, лайӑх пултӑр тесе нимӗн те шарламарӑм; ӗнтӗ манӑн асапӑм амаланчӗ.</verse>
				<verse number="4">Чӗреме ҫулӑм хыпса илчӗ; шухӑшӑмсене вут-ҫулӑм ярса илчӗ; ӗнтӗ калаҫма пуҫларӑм:</verse>
				<verse number="5">эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ хӑҫан вилессине тата миҫе кун юлнине каласамччӗ, манӑн ӗмӗрӗм тӑршшӗне пӗлесчӗ.</verse>
				<verse number="6">Акӑ Эсӗ мана шит тӑршшӗ кунсем патӑн, Санӑн умӑнта манӑн ӗмӗрӗм нимӗн те мар. Чӑнах, кирек хӑш этем те ҫил варкӑшӗ ҫеҫ-мӗн.</verse>
				<verse number="7">Чӑнах, этем ӗмӗлке пек ҫеҫ ҫӳрет-мӗн; кӑлӑхах шараҫланать вӑл, мул пухать, вӑл кама юласса хӑй те пӗлмест.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа, мӗн кӗтес ӗнтӗ манӑн? пӗр Сана ҫеҫ шанатӑп.</verse>
				<verse number="9">Мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗмрен хӑтарсам мана, ӑссӑр ҫын мӑшкӑлӗ ан тусам мана.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ чӗнместӗп, ҫӑварӑма та уҫмастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ ҫапла турӑн.</verse>
				<verse number="11">Кӑтартас асапна сирсе ярсамччӗ манран; аллу хаярлӑхӗ тивнипе пӗтетӗп.</verse>
				<verse number="12">Эсӗ этеме усал ӗҫӗсемшӗн питлесе хаса парас пулсассӑн, унӑн илемӗ кӗве касса тӑкнӑ пек ҫухалӗ. Ҫапла, кирек хӑш этем те ҫил варкӑшӗ ҫеҫ-мӗн!</verse>
				<verse number="13">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн кӗллӗме илтсем, йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам, эпӗ куҫҫулӗ тӑкнӑ чухне сасӑ памасӑр ан тӑрсам: хамӑн аттемсем пек, эпӗ Санӑн умӑнта — ҫулҫӳрен анчах, ютран килнӗ ҫын анчах.</verse>
				<verse number="14">Куҫӑнтан вӗҫертсем мана — ӗмӗрлӗхе кайиччен, вилсе ҫухаличчен кӑштах савӑнам эпӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="39">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫана ҫирӗп шанса тӑтӑм та — Вӑл ман енне пӗшкӗнчӗ те эпӗ йӗрсе йӑлӑннине илтрӗ;</verse>
				<verse number="3">мана хӑрушӑ шӑтӑкран, юшкӑнлӑ шурлӑхран туртса кӑларчӗ, урана чул ҫине пустарчӗ, ӑна тӗреклӗ тӑратрӗ;</verse>
				<verse number="4">Туррӑмӑра мухтаса юрламашкӑн чӗлхеме ҫӗнӗ юрӑ вӗрентрӗ. Нумайӑшӗ ҫакна курӗ те хӑраса ӳкӗ, Ҫӳлхуҫана шана пуҫлӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана шанса тӑракан ҫын, мӑнаҫлисем енне, ултава парӑнакансем енне сулӑнман ҫын телейлӗ.</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Эсӗ темӗн чухлех тунӑ: пирӗншӗн тунӑ хӑватусем ҫинчен, тӗлӗнмелле ӗҫӳсем ҫинчен — Санпа кам танлашайӗ? — вӗрентсе ҫӳрӗттӗм, калаҫӑттӑм эпӗ, анчах вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук.</verse>
				<verse number="7">Сана парне выльӑхӗ те, урӑх парне те кирлӗ мар; Эсӗ манӑн хӑлхана уҫрӑн; Эсӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем ыйтмарӑн.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑн чухне каларӑм: хамах пыратӑп, терӗм; ман ҫинчен кӗнекере ҫырса хунӑ:</verse>
				<verse number="9">эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех, терӗм.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ Санӑн тӳрӗлӗхне аслӑ пухура каласа пӗлтертӗм; чӗлхе-ҫӑварӑма чарса тӑмарӑм: Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Ху пӗлетӗн.</verse>
				<verse number="11">Санӑн тӳрӗлӗхне чӗрере пытарса тӑмарӑм, Санӑн тӗрӗслӗхӳ ҫинчен, Эсӗ ҫӑлни ҫинчен каларӑм, Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑхна аслӑ пуху умӗнче пытарса тӑмарӑм.</verse>
				<verse number="12">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн хӗрхенекен кӑмӑлна манран ан сирсемччӗ; Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑху мана яланах сыхласа тӑрӗҫинччӗ:</verse>
				<verse number="13">темӗн тӗрлӗ асап та сырса илчӗ мана; хам тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем хамах ҫитрӗҫ, ӗнтӗ пӑхса та курайми пултӑм: вӗсем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; чӗрем вӑйӗ юлмарӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй Ҫӳлхуҫа, мана хӑтарма кӑмӑл тусамччӗ; эй Ҫӳлхуҫа! мана пулӑшма васкасамччӗ.</verse>
				<verse number="15">Манӑн чунӑма пӗтерме ӑнтӑлакансем пурте намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр! Мана усал сунакансем каялла тарччӑр, ҫын кулли пулччӑр!</verse>
				<verse number="16">Мана: «аван-ха ку! аван!» теекенсем намӑса юлнипе шуйханса ӳкчӗр.</verse>
				<verse number="17">Сана шыракансем пурте Саншӑн савӑнса хӗпӗртеччӗр, Эсӗ ҫӑлнине юратакансем пӗр вӗҫӗмсӗр: «Ҫӳлхуҫа аслӑ!» тесе тӑччӑр.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ — чухӑн та мӗскӗн, анчах маншӑн Ҫӳлхуҫа тӑрӑшать. Эсӗ — мана Пулӑшаканӗ, мана Хӑтараканӗ, эй Туррӑм! ан вӑрахласамччӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="40">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Мӗскӗне, [чухӑна] асӗнче тытакан ҫын телейлӗ! Йывӑр кун килсессӗн Ҫӳлхуҫа ӑна хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ӑна сыхлӗ, пурӑнӑҫне упраса хӑварӗ; вӑл ҫӗр ҫинче телейлӗ пулӗ. Эсӗ ӑна тӑшманӗсен аллине памӑн.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа ӑна чирлӗ выртакан вырӑнӗ ҫинче самайлатӗ. Вӑл чирлӗ выртакан вырӑна Эсӗ пӗтӗмпех улӑштарӑн.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа! хӗрхенсем мана, чунӑма сыватсам: эпӗ Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм, терӗм.</verse>
				<verse number="6">Тӑшманӑмсем ман ҫинчен усал калаҫаҫҫӗ: «хӑҫан вилӗ-ши ку, ячӗ хӑҫан ҫухалӗ-ши?» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Мана курма килекен суеҫтерсе пуплет; чӗри унӑн элек тӗвӗлет, тухса каять те — ҫисе ҫӳрет.</verse>
				<verse number="8">Мана курайманнисем пурте ман ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ, мана усал тума каварлашаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="9">«хура ылхан ҫитрӗ ӑна; ураран ӳкрӗ; тӑрас ҫук ӗнтӗ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Варлӑ пурӑннӑ тусӑмах, хам шанса тӑниех, ман ҫӑкӑра ҫинӗ ҫынах мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫамӑм, хӗрхенсем мана, сыватса тӑратсам мана — вӗсене тавӑрам.</verse>
				<verse number="12">Тӑшманӑм хама ҫӗнтерейменнине курсассӑн, Эсӗ мана кӑмӑл тунине ӑнласа илӗп,</verse>
				<verse number="13">Эсӗ мана тӗрӗс-тӗкел упраса хӑварӑн, ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн умна тӑратӑн.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӗмӗртен ӗмӗре мухтавлӑ! Аминь, аминь!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="41">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Вӗрентсе калани. Корей ывӑлӗсенӗн.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм! шывсӑр антӑхнӑ айпӑлан епле юхӑм патне ӑнтӑлать, манӑн чунӑм та ҫапла Сан патна ӑнтӑлать.</verse>
				<verse number="3">Манӑн чунӑм Турӑшӑн, чӗрӗ Турӑшӑн ҫунать: хӑҫан ҫитӗп-ши, хӑҫан Турӑ сӑнне курӑп-ши?</verse>
				<verse number="4">Мана кунсеренех: «санӑн Турру ӑҫта?» тенӗ чухне кӑнтӑрла та, ҫӗрле те куҫҫулӗ манӑн ҫӑкӑрӑм пулчӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакна аса илсе чунӑма уҫса паратӑп: эпӗ йышлӑ халӑх хушшинче ҫӳреттӗм, уяв тӑвакан халӑхпа савӑнса, Турра аслӑласа Турӑ Ҫуртне пырса кӗреттӗм.</verse>
				<verse number="6">Ах, чунӑм, мӗншӗн кулянатӑн, мӗншӗн пӑлханатӑн? Турра шан: эпӗ Ӑна — Ҫӑлаканӑма, Туррӑма — татах та мухтӑп-ха.</verse>
				<verse number="7">Ӑшӑмра чунӑм кулянать; ҫавӑнпа Иордан ҫӗрӗнче, Ермон ҫинче, Цоар тӑвӗ ҫинче, Сана аса илетӗп.</verse>
				<verse number="8">Санӑн кӗрленкӳсен шавӗпе тӗпсӗр шыв каплана-каплана анать; Санӑн мӗнпур шывусем, Санӑн хумусем ман ҫийӗмрен иртрӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа мана кӑнтӑрла Хӑй ырӑлӑхне кӑтартӗ, ҫӗрле эпӗ Ӑна тав туса юрлӑп, пурӑнӑҫӑмӑн Туррине кӗлтӑвӑп.</verse>
				<verse number="10">Турра, хута кӗрекенӗме, ҫапла калӑп: мӗншӗн мантӑн-ши мана? Тӑшман мӑшкӑлланӑ чухне мӗншӗн хуйхӑрса ҫӳретӗп-ши эпӗ?</verse>
				<verse number="11">Тӑшманӑмсем мана кунсерен: «санӑн Турру ӑҫта?» тесе, шӑммӑмсене ватиччен хӑртаҫҫӗ, манран кулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ах, чунӑм, мӗншӗн кулянатӑн, мӗншӗн пӑлханатӑн? Турра шан: эпӗ Ӑна — Ҫӑлаканӑма, Туррӑма — татах та мухтӑп-ха.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="42">
				<verse number="1">Эй Турӑ, тӳррипе сут тусам мана, ырӑ мар халӑхпа манӑн хушшӑмӑрти тавӑҫа татса пар. Чее ҫынран, тӳрӗ мар ҫынран хӑтарсам мана.</verse>
				<verse number="2">Эсӗ — мана тӗрек паракан Турӑ. Мӗншӗн пӑрахрӑн-ши мана? тӑшман мӑшкӑлланӑ чухне мӗншӗн хуйхӑрса ҫӳретӗп-ши эпӗ?</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑн ҫуттупа Хӑвӑн чӑнлӑхна ярсамччӗ; мана ҫавсем ертсе кайччӑр, Санӑн сӑваплӑ тӑву ҫине, Санӑн Ҫуртна илсе ҫитерччӗр.</verse>
				<verse number="4">Вара Турра парне кӳмелли вырӑн патне, хама савӑнтаракан, хаваслантаракан Турӑ умне пырса тӑрӑп, эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм, Сана кӗсле каласа мухтӑп!</verse>
				<verse number="5">Ах, чунӑм, мӗншӗн кулянатӑн, мӗншӗн пӑлханатӑн? Турра шан: эпӗ Ӑна — Ҫӑлаканӑма, Туррӑма — татах та мухтӑп-ха. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="43">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Вӗрентсе калани. Корей ывӑлӗсенӗн.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ:</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ:</verse>
				<verse number="4">ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.</verse>
				<verse number="5">Эй Турӑ, Эсӗ, шӑпах Эсӗ — манӑн Патшамӑм, Эсӗ — Иакова ҫӑлӑнӑҫ параканӗ.</verse>
				<verse number="6">Санпа пӗрле хамӑр тӑшмансене мӑйракапа сӗксе ӳкерӗпӗр, хамӑра тапӑнакансене Санӑн ятушӑн урапа таптӑпӑр:</verse>
				<verse number="7">эпӗ хамӑн уххӑма шанмастӑп, хӗҫӗм те ҫӑлас ҫук мана;</verse>
				<verse number="8">хамӑр тӑшмансенчен пире Эсӗ ҫӑлӑн, пире курайманнисене намӑса хӑварӑн.</verse>
				<verse number="9">Куллен-кун Турӑпа мухтанӑпӑр, Санӑн ятна ӗмӗр аслӑласа пурӑнӑпӑр.</verse>
				<verse number="10">Анчах халӗ Эсӗ пире пӑрахрӑн, пире намӑса хӑвартӑн, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухмастӑн;</verse>
				<verse number="11">Эсӗ пире тӑшмансенчен каялла тартрӑн, пире хамӑра курайманнисем ҫаратаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="12">Эсӗ пире пусса ҫимелли сурӑхсем вырӑнне патӑн, пире тӗрлӗ халӑх хушшине салатрӑн;</verse>
				<verse number="13">Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ытла та йӳне сутрӑн, унӑн хакӗнчен тупӑш илмерӗн;</verse>
				<verse number="14">пире кӳршӗ халӑхсен мӑшкӑлӗ турӑн, хамӑр таврара пурӑнакансенӗн кулли турӑн;</verse>
				<verse number="15">Эсӗ пире халӑхсем хушшинче ҫын кулли турӑн, ют ӑрусем хушшинче пуҫ сулласа хурламалли турӑн.</verse>
				<verse number="16">Хам намӑса юлни яланах умӑмра тӑрать, хама хӑртакансен, мӑшкӑллакансен сассинчен, тӑшмансем, тавӑракан ҫынсем пӑхса тӑнӑран питӗме намӑс хуплать:</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18">ҫакӑ пӗтӗмпе пирӗн ҫине йӑтӑнса анчӗ, ҫавах эпир Сана манмарӑмӑр, Санӑн халална пӑсмарӑмӑр.</verse>
				<verse number="19">Эсӗ пире шакалсен ҫӗрӗнче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ чухне, пире вилӗм ӗмӗлкипе хупӑрланӑ чухне пирӗн чӗре каялла чакмарӗ, пирӗн урасем Санӑн ҫулунтан пӑрӑнмарӗҫ.</verse>
				<verse number="20"></verse>
				<verse number="21">Эпир Туррӑмӑр ятне маннӑ пулсассӑн, аллӑмӑра ют турӑ енне тӑснӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="22">Турӑ ҫакна асӑрхаман пулӗччӗ-и вара? — Вӑл чӗре вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлет-ҫке.</verse>
				<verse number="23">Анчах пире кунсерен Саншӑн вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Эй Ҫӳлхуҫа, тӑр! мӗншӗн ҫывӑратӑн, вӑран, яланлӑхах ан пӑрах пире.</verse>
				<verse number="25">Мӗншӗн сӑнна кӑтартмасӑр тӑратӑн-ши? мӗншӗн эпир куляннине, асапланнине манатӑн-ши?</verse>
				<verse number="26">Пирӗн чуна пылчӑк ҫинех пӑрахрӗҫ, пирӗн ӳт ҫӗр ҫумнех ҫыпӑҫӑнчӗ.</verse>
				<verse number="27">Эй Турӑ, тӑрса пулӑшсамччӗ пире, хӗрхенекен кӑмӑлушӑн ҫӑлсамччӗ пире.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="44">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шошан теекен сӑпрайпа. Вӗрентсе калани. Корей ывӑлӗсенӗн. Юрату юрри.</verse>
				<verse number="2">Чӗремрен ырӑ сӑмах тулса тӑкӑнать; пӗлтерем: Патша ҫинчен манӑн юррӑм; чӗлхем — хӑвӑрт ҫыракан ҫыруҫӑн калемӗ.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ — этем ывӑлӗсенчен чи илемли; чӗлхӳ-ҫӑварунтан тивлет юхса тӑрать; ҫавӑнпа Турӑ Сана ӗмӗрлӗхе пилленӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй Вӑйлӑскер, Хӑвӑн хӗҫне — Хӑвӑн мухтавна, Хӑвӑн илемне — пилӗкӳнтен ҫакса яр,</verse>
				<verse number="5">ҫапла капӑрланнӑскер, васка Эсӗ, чӑнлӑх, йӑвашлӑх, тӳрӗлӗх хутне кӗмешкӗн вӑрҫӑ урапи ҫине лар — вара сылтӑм аллу Сана тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="6">[Эй Вӑйлӑскер,] ҫӗмренӳсем ҫивӗч Санӑн, халӑхсем Санӑн умна ӳкӗҫ, ҫӗмренӳсем — Патша тӑшманӗсен чӗрине.</verse>
				<verse number="7">Эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ.</verse>
				<verse number="9">Санӑн пӗтӗм туму — смирна пек, алой та касия пек; сӑлан шӑмминчен тунӑ керменсенчен илтӗнекен кӗвӗсем кӑмӑлна ҫӗклентереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Хисеплӗ хӑнусем хушшинче — патша хӗрӗсем; Санӑн сылтӑм енне Офир ылтӑнӗ сӑрнӑ тумпа патша мӑшӑрӗ пырса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй этем хӗрӗ, илт эсӗ, кур, хӑлхуна тайса итле, ӗнтӗ хӑвӑн халӑхна, аҫу кил-ҫуртне манӑҫла.</verse>
				<verse number="12">Патша санӑн илемне сӑхланӗ: Вӑл — санӑн Хуҫу, пуҫҫап Ӑна.</verse>
				<verse number="13">Тир хӗрӗ парнесемпе килӗ, сана халӑх хушшинчи ҫӗрме пуянсем тархаслӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Патша хӗрӗн мӗнпур чапӗ — унӑн чӗринче; унӑн тумтирне ылтӑнпа тӗрленӗ;</verse>
				<verse number="15">чеченленӗ хӳхӗм тумпа ӑна Патша патне илсе каяҫҫӗ; ун хыҫҫӑн Сан патна хӗрсене, унӑн тус-хӗрӗсене, ертсе пыраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="16">савӑнса, хавасланса пыраҫҫӗ, Патша керменне ҫитсе кӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Аҫусем вырӑнне ывӑлусем пулӗҫ Санӑн; Эсӗ вӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫине пуҫлӑхсем туса лартӑн.</verse>
				<verse number="18">Санӑн ятна сыпӑкран сыпӑка асӑнмалла тӑвӑп; ҫавӑнпа Сана халӑхсем ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="45">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Корей ывӑлӗсенӗн. Аламоф теекен сӑпрайпа. Юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Турӑ — пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр, хӗн-инкекре пулӑшаканӗ,</verse>
				<verse number="3">ҫавӑнпа эпир ҫӗр кисренсе каяс пулсассӑн та, тусем тинӗс варрине ӳкес пулсассӑн та хӑрамӑпӑр.</verse>
				<verse number="4">Тинӗс шывӗ шавлатӑр, ҫӗклене-ҫӗклене кайтӑр, вӑл хумханнипе тусем чӗтӗреччӗр — эпир хӑрамӑпӑр.</verse>
				<verse number="5">Турӑ хулине, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ килне, юхса выртан шывсем савӑнтараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Турӑ — ҫак хулара; вӑл ҫирӗп тӑрӗ: ӑна Турӑ иртенпех пулӑшса пырӗ.</verse>
				<verse number="7">Халӑхсем шавлаҫҫӗ; патшалӑхсем тапранчӗҫ: [Ҫӳлти Турӑ] сасӑ пачӗ те — ҫӗр ирӗлсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="8">Пирӗнпе пӗрле — ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи, пирӗн хута кӗрекенӗ — Иаков Турри.</verse>
				<verse number="9">Килӗр, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене курӑр — Вӑл ҫӗр ҫинче епле тустарса тухрӗ:</verse>
				<verse number="10">вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса ухӑсене аркатрӗ, сӑнӑсене хуҫса ывӑтрӗ, вӑрҫӑ ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗ.</verse>
				<verse number="11">«Чарӑнӑр, Эпӗ Турӑ иккенне ӑнласа илӗр: халӑхсем хушшинче асла тухатӑп, ҫӗр ҫинче асла тухатӑп».</verse>
				<verse number="12">Пирӗнпе пӗрле — ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Иаков Турри — пирӗн хута кӗрекенӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="46">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом.</verse>
				<verse number="2">Эй халӑхсем, пурсӑр та алӑ ҫупӑр, савӑнӑҫлӑ сасӑпа кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, Турра мухтӑр:</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫамӑр, хӑрушӑ — пӗтӗм ҫӗрӗн аслӑ Патши Вӑл;</verse>
				<verse number="4">халӑхсене пире пӑхӑнтарчӗ, ӑрусене пирӗн ура айне турӗ;</verse>
				<verse number="5">пире хамӑрӑн еткерлӗхе — Хӑй юратакан Иаковӑн илемне — суйласа пачӗ.</verse>
				<verse number="6">Турӑ Хӑйне мухтакансем хӗпӗртесе кӑшкӑрса тӑнӑ чухне ҫӳле ҫӗкленчӗ, трупасем кӑшкӑртса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫа ҫӳле ҫӗкленчӗ.</verse>
				<verse number="7">Юрлӑр, Туррӑмӑра мухтаса юрлӑр; юрлӑр, Патшамӑра мухтаса юрлӑр:</verse>
				<verse number="8">Турӑ — пӗтӗм ҫӗрӗн Патши; ӑстайлӑн та килӗшӳллӗн юрлӑр.</verse>
				<verse number="9">Турӑ халӑхсенӗн патши пулчӗ, Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ аслӑ пуканӗ ҫине ларчӗ;</verse>
				<verse number="10">халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем Авраам Турри патне пухӑнчӗҫ: вӗсем те, ҫӗр хулканӗсем, — Туррӑн; Вӑл вӗсенчен ҫӳле ҫӗкленчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="47">
				<verse number="1">Юрӑ. Псалом. Корей ывӑлӗсенӗн.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа аслӑ, Туррӑмӑрӑн хулинче, Хӑйӗн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче, Вӑл питех те мухтавлӑ.</verse>
				<verse number="3">Сион тӑвӗ — ытарайми сӑртанкӑ, пӗтӗм ҫӗр савӑнӑҫӗ; вӑл — инҫетре ҫурҫӗр енче, вӑл — аслӑ Патшанӑн хули.</verse>
				<verse number="4">Унти ҫуртсенче Турра хута кӗрекенӗ тесе хисеплеҫҫӗ:</verse>
				<verse number="5">акӑ патшасем пӗрле пухӑнчӗҫ — вӗсем пӗрле тапӑнасшӑн;</verse>
				<verse number="6">анчах курчӗҫ те — тӗлӗнсе кайрӗҫ, аптӑраса ӳкрӗҫ те — каялла тарчӗҫ;</verse>
				<verse number="7">вӗсем унта шуйхансах ӳкрӗҫ, ача ҫуратакан арӑм пек асапланчӗҫ;</verse>
				<verse number="8">Эсӗ Фарсис карапӗсене тухӑҫ ҫилӗпе аркатнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Унччен хамӑр мӗн илтнине ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи хулинче, хамӑр Туррӑмӑр хулинче, куртӑмӑр: Турӑ ӑна ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ тӑвӗ.</verse>
				<verse number="10">Эй Турӑ, эпир Санӑн Керменӳнте Санӑн ырӑлӑху ҫинчен шухӑшларӑмӑр.</verse>
				<verse number="11">Эй Турӑ, Санӑн яту та, Санӑн мухтаву та ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех; Санӑн сылтӑм аллунта туп-тулли тӳрӗлӗх.</verse>
				<verse number="12">[Эй Ҫӳлхуҫа,] Санӑн сутусемшӗн Сион тӑвӗ савӑнтӑр, Иудея хӗрӗсем хавасланччӑр.</verse>
				<verse number="13">Сион тавра кайӑр, йӗри-тавра ҫаврӑнӑр, унӑн пашнисене шутласа тухӑр;</verse>
				<verse number="14">килес ӑрӑва каласа кӑтартмашкӑн унӑн тӗрекӗсене тӗсесе пӑхӑр, керменӗсене тишкерӗр:</verse>
				<verse number="15">ҫак Турӑ — ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе пирӗн Турӑ: Вӑл ӗмӗрлӗхех пирӗн ҫулпуҫӗ пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="48">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом.</verse>
				<verse number="2">Эй халӑхсем, пурсӑр та итлӗр ҫакна; тӗнчере пурӑнакансем, пурте ҫакна тӑнлӑр —</verse>
				<verse number="3">ахаль ҫынсем те, чаплисем те, пуянни те, чухӑнни те — пурте итлӗр.</verse>
				<verse number="4">Чӗлхе-ҫӑварӑм ӑслӑлӑха пӗлтерӗ, чӗремпе шухӑшласа пӗлни ӑса вӗрентӗ.</verse>
				<verse number="5">Ытарӑш итлемешкӗн хӑлхама таям, тупсӑмне кӗсле каласа ӑнлантарам:</verse>
				<verse number="6">«хӗн-хурлӑ кунӑмсенче, хама йӗрлекенсенӗн усаллӑхӗ хупӑрласа илнӗ чухне, манӑн мӗншӗн хӑрамалла-ха?»</verse>
				<verse number="7">Эй хӑвӑр вӑя шанакансем, мулӑр нумаййипе мухтанакансем!</verse>
				<verse number="8">этем хӑйӗн тӑванне ниепле те тӳлесе илеймӗ, уншӑн Турра тӳлесе татаймӗ:</verse>
				<verse number="9">унӑн чунӗшӗн тӳлес хак питех те пысӑк, ҫавӑнпа ӗмӗрех пурӑнаканни, вилӗм курманни пулас ҫук.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Кирек кам та курать: ӑслисем те вилеҫҫӗ, ӑссӑррисем те, ӑнсӑррисем те вӗсем пекех пӗтеҫҫӗ, пурлӑхне ыттисем валли хӑвараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Хӑйсен ҫӗрне хӑйсен ятне параҫҫӗ пулин те, вӗсен ӗмӗрхи ҫурчӗ, сыпӑкран сыпӑка пыракан килӗ виле шӑтӑкӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="13">Этем чысӗ вӑраха пымӗ; вӑл пӗтекен выльӑх евӗрлӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Хӑйне шанакансене ҫавӑн пек шӑпа кӗтет, хӑйсен сӑмахӗпе киленекенсен пурӑнӑҫӗ ҫапла вӗҫленет.</verse>
				<verse number="15">Вӗсене, сурӑхсене хупнӑ пек, ҫӗр тӗпне хупса хурӗҫ; вӗсене вилӗм кӗтӳҫӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ, сӑваплисем ирхине вӗсен пуҫлӑхӗсем пулӗҫ; вӗсенӗн вӑйӗ пӗтсе ларӗ; вӗсенӗн килӗ — виле шӑтӑкӗ.</verse>
				<verse number="16">Турӑ вара мана йышӑнӗ, чунӑма тамӑк аллинчен хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫын пуйса пынинчен, унӑн ҫурчӗ чаплӑланса пынинчен ан хӑра:</verse>
				<verse number="18">вилсессӗн нимӗн те илеймӗ; чапӗ те ун хыҫҫӑн каяймӗ;</verse>
				<verse number="19">пурӑннӑ чухне хӑйне юраса пурӑнсассӑн та, ҫапла пурӑннӑшӑн ӑна ыттисем мухтасассӑн та</verse>
				<verse number="20">вӑл пӗрех ашшӗсем патне кайӗ, лешӗсем вара нихӑҫан та ҫутӑ кураймӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Чыс-хисеп курса, анчах ӑссӑрла пурӑнакан ҫын пӗтекен выльӑх евӗрлӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="49">
				<verse number="1">Турӑсенӗн Турри, Ҫӳлхуҫа калаҫма пуҫларӗ, пӗтӗм ҫӗре — хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа анӑҫа ҫитиччен — йыхӑрать.</verse>
				<verse number="2">Сион тӑвӗ ҫинчен, чӑн илем ҫинчен, Турӑ ҫуталать,</verse>
				<verse number="3">пирӗн Турӑ килет, шӑппӑн килмест Вӑл: Унӑн умӗнче — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, Унӑн тавра — кӑра ҫил-тӑвӑл.</verse>
				<verse number="4">Хӑйӗн халӑхне сут тумашкӑн Вӑл ҫӳлтен тӳпене, ҫӗре чӗнет:</verse>
				<verse number="5">«Ман патӑма Хамӑн сӑваплӑ ҫыннӑмсене — парне кӳрсе Манпа халал хывнӑ ҫыннӑмсене — пуҫтарӑр».</verse>
				<verse number="6">Тӳпе Унӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ: сут тӑваканни — Турӑ.</verse>
				<verse number="7">«Эй халӑхӑм, итле — Эпӗ калаҫатӑп; эй Израиль! Эпӗ сана хирӗҫ кӳнтелетӗп: Эпӗ — Турӑ, Санӑн Турру.</verse>
				<verse number="8">Сана парнӳсемшӗн ӳпкелемӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳсем яланах Ман умӑмра;</verse>
				<verse number="9">санӑн килӗнти пӑрӑву та, картусенчи качакусем те кирлӗ мар Мана:</verse>
				<verse number="10">вӑрманти пур тискер кайӑк та, пин-пин ту ҫинчи выльӑх та — Манӑн,</verse>
				<verse number="11">тусем ҫинчи пур вӗҫен кайӑка та пӗлетӗп, хирти выльӑх та Манӑнах.</verse>
				<verse number="12">Ҫиессӗм килес пулсан та сана калассӑм ҫук, мӗншӗн тесессӗн тӗнче те, унти пӗтӗм пурлӑх та — Хамӑн.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ вӑкӑр ашӗ ҫиетӗп-и, качака юнӗ ӗҫетӗп-и?</verse>
				<verse number="14">Турра мухтав парнийӗ кӳр, Ҫӳлти Турӑ умӗнче сӑмах панине пурӑнӑҫа килтер,</verse>
				<verse number="15">асаплӑ кунунта Мана чӗн; Эпӗ сана хӑтарӑп, эсӗ Мана аслӑласа мухтӑн».</verse>
				<verse number="16">Ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ ҫапла калать: «мӗн эсӗ Манӑн йӗркемсене вӗрентсе ҫӳретӗн, Манӑн халалӑм ҫинчен калаҫатӑн?</verse>
				<verse number="17">ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн;</verse>
				<verse number="18">вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн;</verse>
				<verse number="19">ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет;</verse>
				<verse number="20">тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн;</verse>
				<verse number="21">ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп.</verse>
				<verse number="22">Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ.</verse>
				<verse number="23">Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="50">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Вирсавия патне кӗнӗ хыҫҫӑн хӑй патне Нафан пророк пырса кайсассӑн.</verse>
				<verse number="3">Эй Турӑҫӑм, Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхупа хӗрхенсем мана, Хӑвӑн вӗҫӗмсӗр ырӑ кӑмӑлупа йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа кӑларсам.</verse>
				<verse number="4">Манӑн йӗркесӗрлӗхӗме ҫӑва-ҫӑва ярсам, ҫылӑхӑмран тасатсам мана:</verse>
				<verse number="5">йӗркесӗр ӗҫӗме эпӗ пӗлетӗп, ҫылӑхӑм яланах хам умра тӑрать.</verse>
				<verse number="6">Сан умӑнта, пӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм, Сан умӑнта усал ӗҫ турӑм: ҫавӑнпа Эсӗ айӑплани тӗрӗс, ҫавӑнпа Санӑн суту таса.</verse>
				<verse number="7">Мана аннемех ҫылӑхлӑ ҫуратнӑ, эпӗ аннем ӑшӗнчех ҫылӑхпа тӗвӗленнӗ.</verse>
				<verse number="8">Акӑ Эсӗ чӗрери чӑнлӑха кӑмӑлларӑн, Хӑвӑн ӑслӑлӑхна мана вӑрттӑн вӗрентетӗн.</verse>
				<verse number="9">Иссоппа сирпӗтсем мана, эпӗ тасалӑп; ҫуса тасатсам мана, эпӗ юртан та шурӑ пулӑп.</verse>
				<verse number="10">Мана савӑнӑҫпа хаваслӑх илтмелле тусам, Эсӗ ватнӑ шӑммӑм-шаккӑм савӑнӗччӗ вара.</verse>
				<verse number="11">Хӑвӑн сӑнна манӑн ҫылӑхӑмсенчен тӳртӗн тытсам, манӑн мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа хӑварсам.</verse>
				<verse number="12">Эй Турӑҫӑм, ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту.</verse>
				<verse number="13">Мана Ху умӑнтан сирсе ан ярсам, Хӑвӑн Таса Сывлӑшна туртса ан илсем манран.</verse>
				<verse number="14">Ху ҫӑлассипе каллех савӑнтар мана, хӑватлӑ Сывлӑшупа тӗреклӗлентер мана.</verse>
				<verse number="15">Йӗркесӗр пурӑнакансене Санӑн ҫулупа пыма вӗрентӗп, усал ҫынсем Сан енне ҫаврӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Эй Турӑҫӑм, мана ҫӑлакан Туррӑм, юн тӑкнинчен хӑтарсам мана, чӗлхем Санӑн тӳрӗлӗхне мухтавлӗ.</verse>
				<verse number="17">Эй Ҫӳлхуҫа! чӗлхе-ҫӑварӑма уҫсамччӗ, чӗлхе-ҫӑварӑм Сана мухтаса калаҫӗ:</verse>
				<verse number="18">Сана парне кирлӗ мар — эпӗ ӑна парӑттӑм; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнине те Эсӗ кӑмӑлламастӑн.</verse>
				<verse number="19">Турра юрӑхлӑ парне — ӳкӗнекен чун; ӳкӗнекен йӑваш чӗрене Эсӗ, Турӑ, пӑрахмастӑн.</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫа, Ху кӑмӑл тунипе Сиона ырӑлӑх кӑтарт; Иерусалим хӳмисене хӳсе ҫавӑр:</verse>
				<verse number="21">вара Эсӗ тӳрӗлӗх парнине те, ытти парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнине те кӑмӑл тӑвӑн; ун чухне Сана парне кӳрекен вырӑн ҫине пӑрусем пусса хурӗҫ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="51">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид вӗрентсе калани.</verse>
				<verse number="2">Доик — Идумея ҫынни — Саул патне пырса ӑна Давид ҫинчен элеклесе, вӑл Ахимелех килне пынӑ тесе пӗлтернӗ хыҫҫӑн.</verse>
				<verse number="3">Эй паттӑр, мӗншӗн усаллӑхупа каппайланатӑн? Турӑ ырӑлӑхӗ яланах манпа пӗрле;</verse>
				<verse number="4">эй ултавҫӑ, эсӗ пӗтермелли мел шыратӑн; чӗлхӳ санӑн хӑйранӑ ҫӗҫӗ пек!</verse>
				<verse number="5">эсӗ ырринчен ытларах усала юрататӑн, тӗрӗссине каличчен ытларах суеҫтерме кӑмӑллатӑн;</verse>
				<verse number="6">ултавлӑ чӗлхе, эсӗ ҫынна пӗтерекен тӗрлӗ усал сӑмах калаҫма юрататӑн:</verse>
				<verse number="7">ҫавӑншӑн Турӑ сана тӗппипех пӗтерӗ, кӑларса ывӑтӗ, сана хӑвӑн ҫуртунтан, тымарна чӗррисенӗн ҫӗрӗнчен тӑпӑлтарса кӑларӗ.</verse>
				<verse number="8">Тӳрӗ ҫынсем курӗҫ те — хӑраса кайӗҫ, унран кулӗҫ [те калӗҫ]:</verse>
				<verse number="9">«акӑ хайхи — хӑйӗн тӗрекне Турӑра шыраман, хӑйӗн ҫӗрме мулне шанса, усал ӗҫне шикленмесӗр тӑвакан ҫын» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ вара — Турӑ Ҫуртӗнче ешерсе ларакан ҫу йывӑҫӗ пек; ӗмӗр-ӗмӗрех Турӑ ырӑлӑхне шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ ҫапла тунӑшӑн Сана ӗмӗрех аслӑласа тӑрӑп, Санӑн ятна шанса пурӑнӑп: вӑл Санӑн сӑваплӑ ҫыннусемшӗн ырӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="52">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Вӗрсе каламалли сӑпрайпа. Давид вӗрентсе калани.</verse>
				<verse number="2">Ӑссӑр ҫын хӑй ӑшӗнче: «Турӑ ҫук» терӗ. Вӗсем иртӗхсе кайрӗҫ, ирсӗр ӗҫсем турӗҫ; ырӑ тӑвакан ҫук.</verse>
				<verse number="3">Тӑнлӑ ҫын пур-ши, Турра шыракан пур-ши? тесе Турӑ тӳперен этем ывӑлӗсем ҫине пӑхрӗ.</verse>
				<verse number="4">Пурте аташса кайнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук.</verse>
				<verse number="5">Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, ман халӑха ҫӑкӑр ҫинӗ пек ҫиекенсем, Турра чӗнме пӗлменскерсем, пӗри те тӑна кӗмӗҫ-ши вӗсем?</verse>
				<verse number="6">Вӗсем унта хӑрамалла мар ҫӗртех сехӗрленсе ӳкӗҫ: сана хирӗҫ пыракансенӗн шӑмми-шаккине Турӑ салатса тӑкӗ. Эсӗ вӗсене намӑса хӑварӑн: Турӑ вӗсене пӑрахрӗ.</verse>
				<verse number="7">Израиле Сион ҫинчен кам ҫӑлӑнӑҫ парӗ? Турӑ Хӑйӗн халӑхне ҫӗнӗрен ҫӗклесессӗн Иаков савӑнӗ, Израиль хӗпӗртесе тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="53">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Давид вӗрентсе калани,</verse>
				<verse number="2">Зиф ҫыннисем Саул патне ҫитсе: «Давид пирӗн патӑмӑрта пытанса пурӑнать» тесе евитленӗ хыҫҫӑн.</verse>
				<verse number="3">Эй Турӑҫӑм! Хӑвӑн ятупа ҫӑлсам мана, Хӑвӑн сутупа тӳрре кӑларсам мана.</verse>
				<verse number="4">Эй Турӑҫӑм! кӗллӗме илтсем, манӑн сӑмахӑмсене тӑнласам:</verse>
				<verse number="5">мана ют ҫынсем тапӑнчӗҫ, пусмӑрҫӑсем ман чунӑма шыраҫҫӗ; вӗсен умӗнче Турӑ ҫук.</verse>
				<verse number="6">Акӑ Турӑ — мана пулӑшаканӗ; Ҫӳлхуҫа чунӑма тӗреклентерет.</verse>
				<verse number="7">Вӑл манӑн тӑшмансен усаллӑхне хӑйсем ҫинех ҫитертӗр; Хӑвӑн чӑнлӑхупа пӗтер вӗсене.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа, Сана кӑмӑлтан парне кӳрем, Санӑн ятна аслӑлам: Санӑн яту ырӑ,</verse>
				<verse number="9">Эсӗ мана пур асапран та хӑтартӑн, ӗнтӗ куҫӑм тӑшманӑмсем ҫине пӑхса тӑчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="54">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Давид вӗрентсе калани.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм, манӑн кӗллӗме илтсем, эпӗ йӑлӑннӑ чухне курӑнмасӑр ан тӑрсам;</verse>
				<verse number="3">итлесем мана, илтсем мана; эпӗ ахлатса хуйхӑратӑп,</verse>
				<verse number="4">тӑшман сассинчен, усал ҫын хӗсӗрленинчен хавшаса ӳкрӗм: вӗсем ман ҫине йӗркесӗр ӗҫ йӑвантараҫҫӗ, мана хаяррӑн кураймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӑшӑмра чӗрем сиксе чӗтӗрет, вилӗм сехӗрлентерсе тӑрать;</verse>
				<verse number="6">ӗнтӗ хӑранипе сехрем хӑпрӗ, сехӗрленсех ӳкрӗм.</verse>
				<verse number="7">Каларӑм вара: «кӑвакарчӑн ҫуначӗ пек ҫунат кам парӗ-ши мана? вӗҫсе кайӑттӑм та ларса канӑттӑм;</verse>
				<verse number="8">аякка вӗҫсе кайӑттӑм та пушӑ хирех юлӑттӑм;</verse>
				<verse number="9">ҫавраҫилтен, ҫил-тӑвӑлран тарса пытанӑттӑм» терӗм.</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫа, пӑтраштарса яр вӗсене, чӗлхисене аташтар: хулара пусмӑр та харкашу куратӑп;</verse>
				<verse number="11">ӗнтӗ ҫавсем кунӗн-ҫӗрӗн хула тавра хӳми тӑрӑх ҫаврӑнаҫҫӗ; хула хушшинче — усал ӗҫ, хӗн-хурлӑх;</verse>
				<verse number="12">хула хушшинче — синкерлӗх; урамӗсенчен ултавпа каварлӑх кая пӗлмест.</verse>
				<verse number="13">Мана хӑртаканӗ — тӑшман мар, эпӗ ӑна тӳссе ирттерӗттӗм; мана таптаканӗ — хама курайман ҫын мар, эпӗ унран тарса пытанӑттӑм;</verse>
				<verse number="14">эсӗ, хампа пӗр тан ҫыннӑмах, шанчӑклӑ тусӑм, юлташӑм, эсӗ хур турӑн мана,</verse>
				<verse number="15">эпир пӗр-пӗринпе чӗрене уҫса калаҫаттӑмӑр, пӗрле Турӑ Ҫуртне ҫӳреттӗмӗр.</verse>
				<verse number="16">Вӗсене вилӗм ҫиттӗр; чӗрӗллех тамӑка анса кайччӑр вӗсем: вӗсен килӗ-ҫуртӗнче, вӗсен хушшинче — усал ӗҫ анчах.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вара Турра тархаслӑп та — Ҫӳлхуҫа мана ҫӑлӗ.</verse>
				<verse number="18">Каҫхине те, ирхине те, кӑнтӑрла та йӑлӑнӑп, йӗрсе тархаслӑп — Вӑл манӑн сассӑма илтӗ,</verse>
				<verse number="19">мана тапӑнакансем темӗнле йышлӑ пулсассӑн та, Вӑл манӑн чунӑма хӑтарса лӑплантарӗ;</verse>
				<verse number="20">Турӑ илтӗ, ӗмӗрех Пурӑнаканӗ вӗсене пӑхӑнтарӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем улшӑнмаҫҫӗ; вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="21">хӑйсемпе тату пурӑнакансем ҫине алӑ ҫӗклерӗҫ, хӑйсемпе хывнӑ килӗшӗве пӑсрӗҫ;</verse>
				<verse number="22">вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ҫуран та ҫемҫерех, чӗринче вара — курайманлӑх; сӑмахӗсем паха ҫуран та чеченрех, хӑйсем — йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫ пекех.</verse>
				<verse number="23">Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ. Вӑл нихӑҫан та таса ҫынна такӑнма памӗ.</verse>
				<verse number="24">Эй Турӑҫӑм, Эсӗ вӗсене вилӗм шӑтӑкне антарса ярӑн; юн тӑкакансем, ултавҫӑсем хӑйсен кунҫулӗн ҫуррине те ҫитеймӗҫ. Эпӗ вара, [Ҫӳлхуҫамӑм,] Сана шанса тӑратӑп. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="55">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Аякра пӗр сасӑ кӑлармасӑр пурӑнакан кӑвакарчӑн» кӗвви евӗрлӗ. Давид хайлавӗ, ӑна вӑл хӑйне Филисти ҫыннисем Геф хулинче ярса тытнӑ хыҫҫӑн ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм, хӗрхенсем мана! мана этем хыпса ҫӑтасшӑн; кунсерен тапӑнса хӗсӗрлет вӑл мана.</verse>
				<verse number="3">Тӑшманӑмсем куллен мана хыпса ҫӑтасшӑн хӗртӗнсе тӑраҫҫӗ: эй Ҫӳлти Турӑ, мана тапӑнакансем ытла та нумай-ҫке!</verse>
				<verse number="4">Шикленсе ӳксессӗн пӗр Сана шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ, Турӑ сӑмахне мухтаканскер, эпӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне мухтаканскер, Турра шанатӑп — хӑрамастӑп; этем мана мӗн тӑвайӗ?</verse>
				<verse number="6">Ман сӑмахӑмсене куллен тӳнтерлетсе калаҫҫӗ; мана усал тӑвасшӑн анчах шухӑшлаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="7">манӑн чунӑма пӗтересшӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ, пытанса лараҫҫӗ, манӑн кашни утӑма сӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсемшӗн тавӑрнине курмӗҫ-шим вӗсем? Эй Турӑҫӑм, ҫав халӑхсене ҫиллӳпе пӗтерсе тӑк.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ мӗн чухлӗ тарса ҫӳренине Эсӗ шута илнӗ; манӑн куҫҫулӗме Хӑвӑн савӑтна яр — вӑл Санӑн кӗнекӳнте мар-ши?</verse>
				<verse number="10">Сана тархаслатӑп та — тӑшманӑмсем каялла ҫаврӑнаҫҫӗ, Турӑ ман майлӑ пулнине эпӗ ҫавӑнтан пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ, Турӑ сӑмахне мухтаканскер, эпӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне мухтаканскер,</verse>
				<verse number="12">Турра шанатӑп — хӑрамастӑп; этем мана мӗн тӑвайӗ?</verse>
				<verse number="13">Эй Турӑҫӑм, Сана сӑмах пани — хам ҫинчех; эпӗ Сана тав туса мухтӑп:</verse>
				<verse number="14">Эсӗ манӑн чунӑма вилӗмрен, [куҫӑма куҫҫульрен] хӑтартӑн, манӑн урана та такӑнасран сыхларӑн: мана Турӑ умӗнче, пурӑнӑҫ ҫутинче ҫӳремелле турӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="56">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Ан пӗтерсем». Давид хайлавӗ, ӑна вӑл Саулран ту хӑвӑлне тарса пытаннӑ чухне ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="2">Хӗрхенсем мана, Турӑҫӑм, хӗрхенсем мана: чунӑм Сана шанса тӑрать, инкек-синкек иртсе кайиччен Санӑн ҫунату хӳттине пытанам.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлти Турра, хама ырӑлӑх кӑтартакан Турра, тархаслам;</verse>
				<verse number="4">Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхне, Хӑйӗн чӑнлӑхне ярӗ: ҫӳлтен ярӗ те ҫӑлӗ мана; мана хыпса ҫӑтма ӗмӗтленекене намӑса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="5">Манӑн чунӑм арӑслансем хушшинче; эпӗ вут-ҫулӑмпа сывлакансем хушшинче, этем ывӑлӗсем хушшинче выртатӑп, вӗсенӗн шӑлӗсем — сӑнӑпа ухӑ, вӗсенӗн чӗлхисем — ҫивчӗ хӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Эй Турӑ, ҫӳл тӳперен ҫӳле ҫӗклен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Санӑн мухтавлӑху пултӑр!</verse>
				<verse number="7">Манӑн ура валли таната карса хучӗҫ; чунӑма таптарӗҫ; умӑма шӑтӑк алтса хучӗҫ, унта хӑйсемех кӗрсе ӳкрӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Эй Турӑҫӑм, чӗрем хатӗр ӗнтӗ, манӑн чӗрем хатӗр ӗнтӗ: юрлам та мухтам.</verse>
				<verse number="9">Эй чунӑм, вӑран, псалтирьпе кӗсле, вӑранӑр! Эпӗ ирхи шурӑмпуҫне вӑратӑп.</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫа, Сана халӑхсем хушшинче аслӑлӑп; Сана ӑрусем хушшинче мухтаса юрлӑп:</verse>
				<verse number="11">Санӑн ырӑлӑху тӳпене ҫитиех, Санӑн чӑнлӑху пӗлӗтсем таранах.</verse>
				<verse number="12">Эй Турӑ, ҫӳл тӳперен ҫӳле ҫӗклен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Санӑн мухтавлӑху пултӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="57">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Ан пӗтерсем». Давид хайлавӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй тӳресем, эсир этем ывӑлӗсене тӗрӗс сут тӑвас вырӑнне хӑвӑр сӑмахӑрпа чӑнах та тӳрӗлӗхе путаратӑр-и?</verse>
				<verse number="3">Эсир чӑнах та чӗрӗрте йӗркесӗр ӗҫ тӗвӗлетӗр, ҫӗр ҫинче тӗрӗсмарлӑх валли ҫул хыватӑр.</verse>
				<verse number="4">Усал ҫынсем ҫураличченех пӑрӑнса кайнӑ: вӗсем амӑшӗ варӗнче чухнех суя суйса аташаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсен наркӑмӑшӗ — ҫӗлен наркӑмӑшӗ пекех, хӑлхине хуплакан, нимӗн те илтмен аспид наркӑмӑшӗ пекех,</verse>
				<verse number="6">ҫав аспид вара ҫӗлен чӗлхине пӗлекене, ҫӗлен чӗлхине ӑста пӗлекене те илтмест.</verse>
				<verse number="7">Эй Турӑ! вӗсен ҫӑварӗнчи шӑлсене аркат; эй Ҫӳлхуҫа, арӑслансен янахне ҫапса салат!</verse>
				<verse number="8">Вӗсем юхса иртекен шыв пек ҫухалччӑр; уххуна карӑнтарсассӑнах вӗсем ҫурмаран хуҫӑлса анччӑр.</verse>
				<verse number="9">Хуранӗнчен тухакан сӗлек пек пӗтчӗр; вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача пек, хӗвел ан курайччӑр.</verse>
				<verse number="10">Сирӗн хуранӑрсем кӳкен ҫуннине сисиччен Вӑл сире, чӗррисене, Хӑйӗн ҫиллипе ҫапса салатӗ.</verse>
				<verse number="11">Тавӑру ҫитнине курсассӑн тӳрӗ ҫын савӑнӗ; урине ҫылӑхлӑ ҫын юнӗпе ҫӑвӗ.</verse>
				<verse number="12">Этем ҫапла калӗ вара: «тӳрӗ ҫынна чӑнах сӑвап пулать иккен! ҫӗр ҫинче сут тӑваканни — Турӑ — пур иккен!» Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="58">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Ан пӗтерсем». Давида вӗлересшӗн Саул унӑн ҫуртне сыхлаттарнӑ, Давид ҫакна ҫавӑн чухне ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм! тӑшманӑмсенчен хӑтарсам мана, хама тапӑнакансенчен хӳтӗлесем мана;</verse>
				<verse number="3">йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансенчен хӑтар мана; юнӑҫлӑ ҫынсенчен ҫӑл мана:</verse>
				<verse number="4">акӑ вӗсем манӑн чунӑма сыхласа тӑраҫҫӗ; мана хирӗҫ вӑйлисем пуҫтарӑнаҫҫӗ: усал ӗҫӗмшӗн мар, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑхӑмшӑн та мар,</verse>
				<verse number="5">айӑпӑм ҫук ҫӗртех пухӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленеҫҫӗ; мана пулӑшма тӑрсамччӗ, курсамччӗ.</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Израиль Турри, ҫӗклен, пур халӑхсене те килсе кур, йӗркесӗр усал ҫынсене пӗрне те ан хӗрхен:</verse>
				<verse number="7">вӗсем каҫалапа таврӑнаҫҫӗ, йытӑ пек улаҫҫӗ, хула тавра ҫӳреҫҫӗ;</verse>
				<verse number="8">акӑ темӗн те каласа тултараҫҫӗ; вӗсен ҫӑварӗнче — хӗҫ: «пире кам илттӗр?» тесе шухӑшлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Анчах Эсӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсенчен кулӑн; халӑхсене пурне те намӑса хӑварӑн.</verse>
				<verse number="10">Эй Вӑйлӑскер, эпӗ Сан патна ӑнтӑлатӑп: ман хута кӗрекенӗ — Турӑ.</verse>
				<verse number="11">Туррӑм, мана хӗрхенекен Туррӑм, ман умран пырӗ; Турӑ мана тӑшманӑмсем ҫине пӑхса тӑмалла тӑвӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй пирӗн хута кӗрекен Ҫӳлхуҫа, ан вӗлер вӗсене — халӑхӑм манса ан кайтӑр; Хӑвӑн хӑватупа салатса яр вӗсене, ӳкер вӗсене.</verse>
				<verse number="13">Вӗсен чӗлхи каланӑ сӑмах — вӗсен ҫӑварӗн ҫылӑхӗ; вӗсем хӑйсен мӑнаҫлӑхӗпе ҫакланччӑр. Ылханнӑшӑн, суйса калаҫнӑшӑн</verse>
				<verse number="14">ҫиллӳпе салатса яр вӗсене, салатса яр, вӗсем ан пулччӑр; Иакова ҫӗр вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех Турӑ тытса тӑнине пӗлччӗр вӗсем.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем каҫалапа таврӑнаҫҫӗ, йытӑ пек улаҫҫӗ, хула тавра ҫӳреҫҫӗ;</verse>
				<verse number="16">ҫимелли шыраса сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ, выҫах ҫӗр каҫаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вара Санӑн хӑватна мухтаса юрлӑп, иртен пуҫласа Санӑн ырӑлӑху ҫинчен каласа тӑрӑп: хурлӑхлӑ кунӑмра Эсӗ манӑн хӳттӗм, тарса пытанмалли вырӑнӑм пултӑн.</verse>
				<verse number="18">Эй Вӑйлӑскер! эпӗ Сана мухтаса юрлӑп: Турӑ — ман хута кӗрекенӗ, Туррӑм — мана хӗрхенекенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="59">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шушан-Эдуф теекен сӑпрайпа. Давид хайлавӗ, вӗренмелли.</verse>
				<verse number="2">Ҫакна вӑл Месопотамири Сирипе тата Цованри Сирипе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне, Иоав унтан таврӑннӑ чухне Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вуникӗ пин ҫыннине пӗтернӗ чухне ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="3">Эй Турӑ! Эсӗ пире пӑрахрӑн, Эсӗ пире аркатрӑн, Эсӗ ҫиллентӗн: пирӗн енне ҫаврӑнсам.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ ҫӗре силлентертӗн, ӑна тустартӑн: унӑн суранӗсене сипле, вӑл чӗтренет.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ Хӑвӑн халӑхна тискерлӗх кӑтартрӑн, пире ӑнран яракан эрех ӗҫтертӗн.</verse>
				<verse number="6">Ӗнтӗ Хӑвӑнтан хӑракансене паллӑ парсамччӗ — тӑшмансем ухӑран тарса кайччӑр:</verse>
				<verse number="7">Хӑв юратнисем хӑтӑлччӑр; Хӑвӑн сылтӑм аллупа ҫӑлсам пире, илтсем пире.</verse>
				<verse number="8">Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче каларӗ: «савӑнӑп, Сихеме уйӑрса парӑп, Сокхоф айлӑмне виҫсе уйӑрӑп:</verse>
				<verse number="9">Галаад — Манӑн, Манассия — Манӑн, Ефрем — Манӑн пуҫӑм тӗрекӗ, Иуда — Манӑн туя,</verse>
				<verse number="10">Моав — Эпӗ ҫӑвӑнакан савӑт; Эдом ҫине аттӑмпа таптӑп. Эй Филисти ҫӗрӗ, мана хавассӑн кӑшкӑрса кӗтсе ил!» терӗ.</verse>
				<verse number="11">Тӗреклӗлетнӗ хулана мана кам илсе кӗрӗ? Эдом ҫӗрне мана кам ертсе ҫитерӗ?</verse>
				<verse number="12">Эсех мар-и, Турӑҫӑм, пире пӑрахнӑ Турӑ, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухман Турӑ, Эсех мар-и?</verse>
				<verse number="13">Пулӑшсам пире, хӗсӗрлекенсенчен хӳтӗлесем, ҫын хӳтӗлени нимӗн те мар.</verse>
				<verse number="14">Турӑпа пӗрле эпир вӑя кӑтартӑпӑр, Вӑл пирӗн тӑшмансене урипе таптӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="60">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӗрсе йӑлӑннине илтсем, манӑн кӗллӗме тӑнласам!</verse>
				<verse number="3">Чӗрем хавшаса ӳкнипе Сана тӗнче хӗрринчен тархаслатӑп; мана хам ҫитейми чул ту ҫине тӑратсам:</verse>
				<verse number="4">Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, Эсӗ — тӑшманран хӑтаракан тӗреклӗ хӳтлӗхӗм.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ ӗмӗрех Санӑн Ҫуртӑнта пурӑнам, Санӑн ҫунату хӳтлӗхӗнче канлӗ тӑрам.</verse>
				<verse number="6">Эй Турӑҫӑм, эпӗ мӗн тума асӑннине Эсӗ илтрӗн, Хӑвӑн ятӑнтан хӑракансенӗн еткерне мана патӑн.</verse>
				<verse number="7">Патшанӑн кунӗсем ҫумне тата кунсем хушсам, унӑн ӗмӗрне сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырсам,</verse>
				<verse number="8">вӑл ӗмӗрех Турӑ умӗнче патшара лартӑр; ырӑлӑхупа чӑнлӑхна ӑна сыхласа тӑма хуш.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ вара Санӑн ятна ӗмӗр мухтаса юрлӑп, мӗн тума асӑннине куллен-кун пурӑнӑҫа килтерӗп. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="61">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне Идифуна. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Чунӑм Турӑпа анчах лӑпланать: эпӗ ҫӑлӑнасси Унран килет.</verse>
				<verse number="3">Пӗр Вӑл анчах — манӑн тӗрекӗм, ҫӑлӑнӑҫӑм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм: ытлах аптӑрамӑп.</verse>
				<verse number="4">Хӑҫанччен тапӑнӑр-ши эсир ҫынна? Эсир, эсир пурте ӑна вӗлересшӗн, вӑл ӗнтӗ — тайӑлнӑ хӳме пек, тӳнекен карта пек.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем ӑна аслӑ пуканӗ ҫинчен сирпӗтме шутларӗҫ, хӗпӗртесех суяҫҫӗ; чӗлхи-ҫӑварӗпе пиллеҫҫӗ, чӗринче ылханаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Эй чунӑм, Турӑпа ҫеҫ лӑплан! эпӗ Ӑна ҫеҫ шанатӑп.</verse>
				<verse number="7">Пӗр Вӑл анчах — манӑн тӗрекӗм, ҫӑлӑнӑҫӑм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм: ытлах аптӑрамӑп.</verse>
				<verse number="8">Турӑра манӑн ҫӑлӑнӑҫ, манӑн мухтавӑм; вӑй-халӑмӑн тӗрекӗ, манӑн шанӑҫӑм Турӑра.</verse>
				<verse number="9">Эй халӑх! кирек хӑҫан та Ӑна шанса тӑрӑр; чӗрӗрте мӗн пуррине Унӑн умӗнче уҫса парӑр: Турӑ — пирӗн вӑй-халӑмӑр тӗрекӗ.</verse>
				<verse number="10">Этем ывӑлӗсем — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ; ар ывӑлӗсем — ултав; вӗсене тараса ҫине хурсассӑн, вӗсем пурӗ пӗрле те ҫил варкӑшӗнчен ҫӑмӑлрах.</verse>
				<verse number="11">Пусмӑрласа илнине ан шанӑр, ҫаратса тупнипе ан мухтанӑр; мул пухӑнса пынине чӗре патне ан илӗр.</verse>
				<verse number="12">Турӑ пӗрре каласа хунӑ, эпӗ икӗ япала ҫинчен илтрӗм: вӑй-хӑват — Турӑра,</verse>
				<verse number="13">эй Ҫӳлхуҫа, ырӑлӑх та — Санрах: Эсӗ пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса паратӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="62">
				<verse number="1">Давид псаломӗ. Иудея пушхирӗнче ҫӳренӗ чухне.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм! Эсӗ — манӑн Туррӑм, эпӗ Сана мӗн иртенпех шыратӑп; Сана унччен сӑваплӑ Ҫуртӑнта курнӑ пек, Санӑн хӑватупа Санӑн мухтавлӑхна курасшӑн ҫак шывсӑр типсе-ҫунса выртакан пушӑ ҫӗрте манӑн чунӑм Саншӑн ҫунать, ӳтӗм Саншӑн тӗмсӗлет:</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">Санӑн ырӑлӑху пурӑнӑҫран та хаклӑрах. Чӗлхе-ҫӑварӑм Сана мухтавлӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла Сана ӗмӗрӗм тӑршшӗпех аслӑлам; Санӑн ятна асӑнса аллӑма ҫӗклем.</verse>
				<verse number="6">Выртан вырӑнӑм ҫинче Сана аса илсессӗн, мӗн ирчченех Санӑн яту чӗлхем вӗҫӗнче пулсассӑн, чунӑм паха ҫупа, шӑмӑ мимипе тӑраннӑ пек тӑранать, чӗлхе-ҫӑварӑм Сана хаваслӑ сасӑпа мухтать:</verse>
				<verse number="7"></verse>
				<verse number="8">Эсӗ — мана пулӑшаканӗ, эпӗ Санӑн ҫунату хӳттинче савӑнам;</verse>
				<verse number="9">чунӑм Сан ҫумна ҫыпӑҫӑнчӗ; мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать.</verse>
				<verse number="10">Манӑн чунӑма пӗтерес теекенсем вара ҫӗр тӗпне анса кайӗҫ;</verse>
				<verse number="11">вӗсене хӗҫпе касса ӳкерӗҫ; вӗсем шакал тупӑшӗ пулӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Патша вара Турӑшӑн савӑнӗ, Унӑн ячӗпе тупа тӑвакан кирек кам та мухтанӗ: суя калаҫакансенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ хупланӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="63">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӑлӑннӑ чухне манӑн сассӑма илтсемччӗ, хӑратакан тӑшманран пурӑнӑҫӑма хӑтарсамччӗ;</verse>
				<verse number="3">чее ҫынсен каварӗнчен, усал ҫынсен пӑлхавӗнчен витсе тӑрсамччӗ мана,</verse>
				<verse number="4">вӗсем чӗлхине хӗҫ пек ҫивӗчлетрӗҫ; уххине — йӗплӗ сӑмахне — карӑнтарчӗҫ:</verse>
				<verse number="5">айӑпсӑр ҫынна вӑрттӑн персе ӳкересшӗн; вӗсем ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен переҫҫӗ — хӑрамаҫҫӗ те.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем хӑйсен усал шухӑшне ҫирӗп тытаҫҫӗ, танатине пытарма канаш тӑваҫҫӗ: «пире кам курӗ?» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ирсӗр ӗҫ тума каварлашаҫҫӗ: «хатӗр! тӗплӗ хатӗрлентӗмӗр!» тееҫҫӗ. Чӑнах, этемӗн шалти пурӑнӑҫӗ, чӗри кӑткӑс иккен!</verse>
				<verse number="8">Анчах Турӑ вӗсене ухӑпа персе ӳкерӗ: вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен суранланӗҫ;</verse>
				<verse number="9">хӑйсен чӗлхипе вӗсем хӑйсенех пӗтерӗҫ; вӗсене курсассӑн пурте вӗсенчен пӑрӑнса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Этемсем пурте хӑраса ӳкӗҫ, Турӑ ӗҫӗ ҫинчен пӗлтерӗҫ, ку Унӑн ӗҫӗ пулнине ӑнкарӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ, Ӑна шанса тӑрӗ; таса чӗреллисем пурте мухтанӗҫ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="64">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ. Юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм, Сион ҫинче Сана тивӗҫлипе мухтаса мухтав юрри юрлаҫҫӗ, Сана мӗн асӑннине [Иерусалимра] кӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ кӗлтунине илтетӗн; пур чӗрӗ чун Сан патна ӑнтӑлать.</verse>
				<verse number="4">Мана йӗркесӗр ӗҫсем пусса тӑраҫҫӗ; Эсӗ пирӗн усал ӗҫсене тасатӑн.</verse>
				<verse number="5">Хӑвӑн картишӳнте пурӑнмашкӑн суйласа илнӗ, Хӑв патна ҫывӑхартнӑ ҫын телейлӗ. Эпир Санӑн Ҫуртӑнти, Санӑн сӑваплӑ Керменӳнти ырӑлӑхпа тӑранӑпӑр.</verse>
				<verse number="6">Эй Турӑ, эй Ҫӑлаканӑмӑр, тӳррипе сут тунӑ чухне хӑрушӑскер, илтсемччӗ пире: Эсӗ — пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансенӗн, инҫетри тинӗсре ҫӳрекенсенӗн шанчӑкӗ,</verse>
				<verse number="7">пилӗкне хӑватлӑх ҫыхнӑскер, Хӑвӑн вӑюпа Эсӗ тусем лартса хунӑ,</verse>
				<verse number="8">Эсӗ тинӗссен шавне, вӗсен хумӗсен кӗрлевне, халӑхсен пӑлхавне путаратӑн!</verse>
				<verse number="9">Санӑн хӑвату паллисенчен ҫӗр хӗрринче пурӑнакансем те сехӗрленӗҫ. Тухӑҫа та, анӑҫа та Хӑвна мухтамалла туса савӑнтарӑн.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн;</verse>
				<verse number="11">унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн;</verse>
				<verse number="12">Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать,</verse>
				<verse number="13">пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="65">
				<verse number="1">Эй пӗтӗм ҫӗр, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, Турра мухтӑр!</verse>
				<verse number="2">Тунӑн ятне аслӑласа юрлӑр, чаплӑлӑр, мухтавлӑр Ӑна.</verse>
				<verse number="3">Турра калӑр: Хӑвӑн ӗҫӳсене тунӑ чухне Эсӗ епле хӑрушӑ! Вӑю аслӑран Сана тӑшманусем парӑнӗҫ, тейӗр.</verse>
				<verse number="4">Сана пӗтӗм ҫӗр пуҫҫаптӑр, Сана мухтаса юрлатӑр, [эй Ҫӳлти Турӑ,] Санӑн ятна мухтаса юрлатӑр!</verse>
				<verse number="5">Килӗр, Турӑ ӗҫӗсене курӑр: Унӑн этем ывӑлӗсем хушшинче тӑвакан ӗҫӗсем хӑрушӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл тинӗсе типӗ ҫӗр туса хучӗ; шыв урлӑ утса каҫрӑмӑр, эпир унта Уншӑн хаваслантӑмӑр.</verse>
				<verse number="7">Хӑй хӑвачӗпе Вӑл ӗмӗрех патшара ларать; Унӑн куҫӗ халӑхсем ҫине пӑхать, пӑлхавҫӑсем ан ҫӗкленейччӗр.</verse>
				<verse number="8">Эй халӑхсем, пирӗн Турра аслӑлӑр, Ӑна чыслӑр та мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="9">Вӑл пирӗн чуна чӗрӗ сыхласа хӑварчӗ, пирӗн урана такӑнма памарӗ.</verse>
				<verse number="10">Эй Турӑ, Эсӗ пире сӑнарӑн, пире кӗмӗле шӑратнӑ пек шӑратрӑн.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ пире танатана ҫаклантартӑн, пире сӑнчӑр тӑхӑнтартрӑн,</verse>
				<verse number="12">этеме пирӗн пуҫ ҫине улӑхтарса лартрӑн. Ӗнтӗ эпир вута та, шыв а та кӗтӗмӗр, Эсӗ пире ирӗке илсе тухрӑн.</verse>
				<verse number="13">Санӑн Ҫуртна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе кӗрӗп, Сана мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗп:</verse>
				<verse number="14">хам асапланнӑ вӑхӑтра эпӗ ҫапла тума пулнӑччӗ, чӗлхем ҫапла тума сӑмах панӑччӗ.</verse>
				<verse number="15">Самӑр выльӑха пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, така ҫӑвӗ ҫунтарса Сана парне кӳрӗп, вӑкӑрсемпе качака такисем те парӑп.</verse>
				<verse number="16">Эй Турӑран хӑракансем, пурсӑр та килӗр, итлӗр, эпӗ сире Вӑл манӑн чунӑмшӑн мӗн тунине пӗлтерӗп.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ Ӑна чӗлхе-ҫӑварӑмпа йӑлӑнса чӗнтӗм, чӗлхемпе Ӑна тем териех мухтарӑм.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ хам чӗрере йӗркесӗр шухӑш тытнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа мана илтместчӗ.</verse>
				<verse number="19">Анчах Турӑ мана илтрӗ, манӑн тархаслакан сассӑма тӑнларӗ.</verse>
				<verse number="20">Турӑ мухтавлӑ: Вӑл манӑн кӗллӗмрен пӑрӑнмарӗ, мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен хӑвармарӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="66">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Псалом. Юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм! ҫӗр ҫинче Санӑн ҫулна пӗлччӗр тесе, Эсӗ ҫӑлнине пур халӑхсем те курччӑр тесе пирӗншӗн ырӑлӑхлӑ пулсам, пиллесем пире, Хӑвӑн сӑнупа ҫутатсам пире.</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">Эй Турӑ, Сана халӑхсем мухтаччӑр, Сана пур халӑхсем те мухтаччӑр.</verse>
				<verse number="5">Ӑрусем савӑнччӑр, хавасланччӑр: Эсӗ халӑхсене тӳррипе сут тӑватӑн, ҫӗр ҫинчи ӑрусене пӑхса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="6">Эй Турӑ, Сана халӑхсем мухтаччӑр, Сана пур халӑхсем те мухтаччӑр.</verse>
				<verse number="7">Ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫне пачӗ; Турӑ, пирӗн Туррӑмӑр, пиллетӗр пире.</verse>
				<verse number="8">Турӑ пиллетӗр пире, ҫӗрӗн пур вӗҫӗ-хӗрри Унран хӑраса тӑтӑр. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="67">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ. Юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Турӑ ҫӗклентӗр, Унӑн тӑшманӗсем саланччӑр, Ӑна курайманнисем Унӑн умӗнчен тарса пӗтчӗр.</verse>
				<verse number="3">Тӗтӗм сирӗлнӗ пек, сирсе-сапаласа яр вӗсене; вут-ҫулӑм умӗнче ӑвӑс епле шӑранать, ҫылӑхлӑ ҫынсем Турӑ умӗнчен ҫапла ҫухалччӑр.</verse>
				<verse number="4">Таса ҫынсем вара Турӑ умӗнче савӑнса тӑччӑр, хӗпӗртенччӗр, савӑнса киленччӗр.</verse>
				<verse number="5">Туррӑмӑра мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне мухтаса юрлӑр, пӗлӗтсем ҫинче Ҫӳрекене аслӑласа мухтӑр; «Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа» тейӗр, Унӑн умӗнче савӑнса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="6">Тӑлӑхсенӗн ашшӗ, тӑлӑх арӑмсенӗн хутне кӗрекенӗ — Турӑ — Хӑйӗн сӑваплӑ килӗнче.</verse>
				<verse number="7">Пӗчченнисене Турӑ кил-ҫурта вырӑнаҫтарать, касмӑкрисене сӑнчӑрӗнчен хӑтарать, пӑхӑнманнисем вара шӑрӑх пушхирех юлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй Турӑ! Эсӗ Хӑвӑн халӑхна курӑннӑ чухне, Эсӗ пушхирпе пынӑ чухне</verse>
				<verse number="9">Турӑ сӑнӗнчен, Синай [Турри] сӑнӗнчен, Турӑ сӑнӗнчен, Израиль Турри сӑнӗнчен, ҫӗр чӗтренӗ, пӗлӗтсем те ирӗлнӗ.</verse>
				<verse number="10">Эй Турӑ, ҫунса выртакан ҫӗр ҫине Эсӗ тулӑх ҫумӑр ҫутарнӑ, ӑна, типсе кайнӑскере, ырӑлатнӑ.</verse>
				<verse number="11">Санӑн халӑху ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ; эй Турӑ, Хӑв ырӑ пулнипе Эсӗ чухӑн валли мӗн кирлине янтӑланӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа сӑмах калаттарать: хыпар пӗлтерекен арӑмсем имсӗр-сумсӑр:</verse>
				<verse number="13">«ҫарсенӗн патшисем тараҫҫӗ, тараҫҫӗ. Арӑмсем килте тупӑш уйӑраҫҫӗ».</verse>
				<verse number="14">Карта хыҫӗнче ларакансем вара ҫунатне — кӗмӗл, тӗкне ылтӑн сӑрнӑ кӑвакарчӑн пекех.</verse>
				<verse number="15">Пурне те Пултаракан ҫак ҫӗр ҫинчи патшасене салатса янӑ чухне Селмон тӑвӗ ҫине юр ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="16">Васан тӑвӗ — Турӑ тӑвӗ! ҫӳллӗ ту — Васан тӑвӗ!</verse>
				<verse number="17">Эй ҫӳллӗ тусем, мӗншӗн эсир Турӑ патшара ларма кӑмӑл тунӑ, ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа пурӑнас ту ҫине вӗчӗрхенсе пӑхатӑр?</verse>
				<verse number="18">Туррӑн ҫар урапийӗсем пиншер-пиншер пин, имӗ-сумӗ те ҫук; вӗсем хушшинче, Синай ҫинче, сӑваплӑ вырӑнта — Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="19">Эсӗ ҫӳле ҫӗклентӗн, тыткӑна тыткӑнларӑн, этемсем валли парне ҫӗнтерсе илтӗн, хирӗҫ тӑраканнисем те Ҫӳлхуҫа Турӑ патне вырӑнаҫчӑр терӗн.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа куллен-кун мухтавлӑ. Турӑ пирӗн ҫине ҫӗклем хурать — анчах пире Хӑех ҫӑлать Вӑл.</verse>
				<verse number="21">Турӑ пирӗншӗн — ҫӑлакан Турӑ; вилӗм хапхи — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа аллинче.</verse>
				<verse number="22">Турӑ Хӑй тӑшманӗсен пуҫне, ҫылӑхӗсем айне путнӑ ҫыннӑн ҫӑмламас пуҫ тӳпине чӑнах та ҫапса салатӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа каларӗ: «Васанран каялла антарӑп, тинӗс тӗпӗнчен кӑларӑп:</verse>
				<verse number="24">уруна тӑшманусен юнне чикӗн, вӗсен юнӗ йыттусене пулӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="25">Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине, манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр:</verse>
				<verse number="26">малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ, варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ:</verse>
				<verse number="27">«эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем, пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!»</verse>
				<verse number="28">Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин; Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем, Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем.</verse>
				<verse number="29">Хӑвӑн Турру сана вӑй-хал панӑ. Эй Турӑ, пирӗншӗн Ху мӗн тунине ҫирӗплет!</verse>
				<verse number="30">Иерусалимри Керменӳ умне патшасем Сан валли парнесем илсе килӗҫ.</verse>
				<verse number="31">Хӑмӑшлӑхри тискер кайӑка, халӑхсен пӑрушӗсем хушшинчи вӑкӑр кӗтӗвне, кӗмӗл кӳмерккисемпе каппайланакансене, йӑвашлат; вӑрҫӑшӑн хӗвӗшекен халӑхсене салатса яр.</verse>
				<verse number="32">Египетран элчӗсем килӗҫ; Эфиопи те аллине Турӑ енне тӑсӗ.</verse>
				<verse number="33">Эй ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем! Турра мухтаса юрлӑр, тӳпере, авалхи тӳпере, ҫӳрекен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтӑр. Акӑ Унӑн сасси, вӑй-хӑват сасси, илтӗнет.</verse>
				<verse number="34"></verse>
				<verse number="35">Турӑ вӑй-хӑватне аслӑлӑр! Унӑн чапӗ — Израиль ҫинче, Унӑн хӑвачӗ — пӗлӗтсем ҫинче.</verse>
				<verse number="36">Эй Турӑ, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ Ҫуртӑнта хӑрушӑ. Израиль Турри — Вӑл [Хӑйӗн] халӑхне вӑй-хӑват та, тӗрек те парать. Турӑ мухтавлӑ! Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="68">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шошанним теекен сӑпрайпа. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑ, ҫӑлсамччӗ мана: шывсем чунӑм патнех ҫитрӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ тарӑн шурлӑха путса лартӑм, урана та пусма ҫук; тарӑн ҫӗрех кӗтӗм, вӑйкӑн юхӑм мана хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрет.</verse>
				<verse number="4">Кӑшкӑра-кӑшкӑра халран кайрӑм, пыр тӗпӗ типсе ларчӗ, Туррӑма кӗте-кӗте куҫӑм та ӗшенсе ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="5">Мана пӗр айӑпсӑрах курайманнисем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; мана кӑлӑхах йӗрлекен тӑшманӑмсем вӑйлӑланчӗҫ; манӑн вӗсене хам илменнинех памалла-мӗн.</verse>
				<verse number="6">Эй Турӑ! Эсӗ манӑн ӑссӑрлӑхӑма пӗлетӗн, ҫылӑхӑмсем те Сана курӑнмасӑр тӑмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Сана шанакансем мана пула ан намӑсланччӑр. Эй Израиль Турри, Сана шыракансем мана пула намӑс ан курччӑр:</verse>
				<verse number="8">эпӗ Саншӑн хурлӑх куратӑп, манӑн питӗме мӑшкӑлпа хуплаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм, аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм:</verse>
				<verse number="10">Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана, Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана;</verse>
				<verse number="11">чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм, мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ;</verse>
				<verse number="12">ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та — ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ;</verse>
				<verse number="13">хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ, эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ вара кӗллӗмпе Сан умна пыратӑп; эй Турӑҫӑм, кӑмӑллӑ вӑхӑтра, ырӑлӑху пысӑк пулнӑран илтсем мана. Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран</verse>
				<verse number="15">юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ;</verse>
				<verse number="16">шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.</verse>
				<verse number="17">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсем мана: Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ; иксӗлми ырӑлӑхупа хӗрхенсе пӑхсам ман ҫине;</verse>
				<verse number="18">Хӑвӑн сӑнна чурунтан ан пытарсамччӗ: эпӗ хуйхӑратӑп; часрах илтсем мана;</verse>
				<verse number="19">чунӑм патне ҫывӑхарсам, хӑтарсам ӑна; тӑшманӑмсене кура ҫӑл мана.</verse>
				<verse number="20">Мана мӑшкӑлланине, мана намӑс кӑтартнине, мана хур тунине Эсӗ пӗлетӗн: тӑшманӑмсем пурте Санӑн умӑнта.</verse>
				<verse number="21">Мӑшкӑл курни чӗреме халсӑрлатрӗ, эпӗ пӗтсе ҫитрӗм; хӗрхенессе кӗтрӗм — пулмарӗ, лӑплантаракансем шырарӑм — тупаймарӑм.</verse>
				<verse number="22">Апат вырӑнне мана ват пачӗҫ, ӗҫессӗм килнӗ чухне сӗрхе ӗҫтерчӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Хӑйсен ӗҫми-ҫими вӗсене серепене ҫаклатаканни пултӑр, чипер ӗҫнӗ-ҫинӗ чухнех танатана ҫакланччӑр;</verse>
				<verse number="24">куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, вӗсене ӗмӗрлӗхе вӗчесӗр ту;</verse>
				<verse number="25">вӗсем ҫине хаярлӑхна ҫитер, вӗсене ҫиллӳн ҫулӑмӗ ҫавӑрса илтӗр;</verse>
				<verse number="26">вӗсенӗн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, чатӑрӗсенче пурӑнакан ан пултӑр,</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эсӗ хӗн кӑтартнӑ ҫыннах хӗсӗрлеҫҫӗ, Эсӗ суранлатнисенӗн асапне ӳстереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗ ҫумне йӗркесӗр ӗҫ хуш, вӗсем Сан умӑнта тӳрре ан тухайччӑр;</verse>
				<verse number="29">вӗсем чӗррисенӗн кӗнекинчен ҫухалччӑр, вӗсем тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ан ҫырӑнайччӑр.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ — мӗскӗн, асапланатӑп; эй Турӑҫӑм, Эсӗ пулӑшни вӑй патӑрччӗ мана.</verse>
				<verse number="31">Эпӗ Туррӑмӑн ятне юрӑ юрласа мухтӑп, Ӑна темӗн тӗрлӗ ырӑласа аслӑлӑп;</verse>
				<verse number="32">ҫакӑ вара Ҫӳлхуҫашӑн вӑкӑртан та, мӑйракаллӑ, йӗкӗр чӗрнеллӗ пӑруран та кӑмӑллӑрах пулӗ.</verse>
				<verse number="33">Асапланакансем ҫакна курӗҫ те — савӑнӗҫ. Эй Турра шыракансем, сирӗн чӗрӗрсем те чӗрӗлӗҫ:</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫа мӗскӗнсене илтет, Хӑйӗн сӑнчӑрланӑ ҫыннисене пӑрахмасть.</verse>
				<verse number="35">Тӳпе те, ҫӗр те, тинӗссем те, унта мӗн ҫӳрекенни те — пурте Ӑна мухтаччӑр;</verse>
				<verse number="36">Турӑ Сиона ҫӑлӗ, Иуда хулисене ҫӗнӗрен туса лартӗ, унта вырӑнаҫӗҫ, Сион вӗсен еткерӗ пулӗ,</verse>
				<verse number="37">Унӑн чурисенӗн ӑрӑвӗ ӑна еткерлӗхе илӗ, унта Унӑн ятне юратакансем вырӑнаҫӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="69">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ. Аса илмешкӗн.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑ, васкасам мана хӑтармашкӑн, эй Ҫӳлхуҫа, васкасам мана пулӑшмашкӑн.</verse>
				<verse number="3">Манӑн чунӑма шыракансем намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр! Мана усал сунакансем каялла тарччӑр, ҫын кулли пулччӑр!</verse>
				<verse number="4">[Мана:] «аван-ха ку! аван!» теекенсем мана мӑшкӑлланӑшӑн каялла тарччӑр!</verse>
				<verse number="5">Сана шыракансем пурте Саншӑн савӑнса хӗпӗртеччӗр, Эсӗ ҫӑлнине юратакансем пӗр вӗҫӗмсӗр: «Турӑ аслӑ!» тесе тӑччӑр.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ чухӑн та мӗскӗн; эй Турӑ, васкасамччӗ ман патӑма! Эсӗ — мана Пулӑшаканӗ, мана Хӑтараканӗ; эй Ҫӳлхуҫа! ан вӑрахласамччӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="70">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа, Сана шанса тӑратӑп, ӗмӗрне те намӑс курмӑпинччӗ.</verse>
				<verse number="2">Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе хӑтар мана, ирӗке кӑлар мана; хӑлхуна тайса итле мана, ҫӑл мана.</verse>
				<verse number="3">Маншӑн ҫирӗп хӳтлӗх пул, кирек хӑҫан та ҫавӑнта тарса хӑтӑлам; Эсӗ мана ҫӑлма пултӑн: манӑн тӗрекӗм, манӑн хӳттӗм — Эсӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй Турӑҫӑм! усал ҫын аллинчен, йӗркесӗр ҫын, хӗсӗрлекен ҫын аллинчен хӑтар мана:</verse>
				<verse number="5">эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ — манӑн ӗмӗтӗм, мӗн ҫамрӑкранпах Эсӗ — манӑн шанчӑкӑм.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ мана аннем варӗнче чухнех тӗреклӗлетнӗ; аннем ӑшӗнчен мана Эсӗ ҫуратнӑ; Сана мухтама чарӑнассӑм ҫук.</verse>
				<verse number="7">Нумай ҫыншӑн эпӗ хӑратмӑш пекех пултӑм, анчах Эсӗ — манӑн ҫирӗп шанчӑкӑм.</verse>
				<verse number="8">[Санӑн мухтавлӑхна аслӑламашкӑн,] куллен Санӑн аслӑ илемне мухтамашкӑн чӗлхе-ҫӑварӑм тулли мухтав юрри.</verse>
				<verse number="9">Ватлӑхӑм кунӗсенче тӗртсе ан ярсам мана; вӑй-халӑм чакса пынӑ чухне ан пӑрахсам мана:</verse>
				<verse number="10">тӑшманӑмсем мана хирӗҫ калаҫаҫҫӗ, чунӑма сыхласа тӑракансем пӗр-пӗринпе канашлаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="11">«Турӑ пӑрахнӑ ӑна; йӗрлӗр-тытӑр ӑна, хӑтараканни ҫук унӑн» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй Турӑ! пӑрахса ан кайсам мана; эй Туррӑм! мана пулӑшма васкасам.</verse>
				<verse number="13">Манӑн чунӑма хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫакансем намӑсланччӑр, ҫухалччӑр, мана усал сунакансем намӑспа, мӑшкӑлпа хупланччӑр!</verse>
				<verse number="14">Эпӗ вара яланах [Сана] шанса тӑрӑп, Сана мухтанӑҫем мухтавлӑп.</verse>
				<verse number="15">Чӗлхе-ҫӑварӑм Санӑн тӳрӗлӗхне, кулленех Санӑн ырӑ ӗҫӳсене пӗлтерсе тӑрӗ — эпӗ ӗнтӗ вӗсенӗн шутне те пӗлместӗп.</verse>
				<verse number="16">Кӗрӗп те Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗп; Санӑн тӳрӗлӗхне, пӗр Эсӗ анчах тӳрӗ пулнине аса илӗп.</verse>
				<verse number="17">Эй Турӑҫӑм! Эсӗ мана мӗн ҫамрӑкранпах вӗрентсе тӑтӑн, эпӗ халичченех Санӑн кӗтретӳсем ҫинчен пӗлтеретӗп.</verse>
				<verse number="18">Эй Турӑҫӑм, ватӑлса ҫитиччен, ҫӳҫӗм шураличчен, ҫак ӑрӑва Санӑн вӑй-хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, пӗтӗм килес ӑрӑва Санӑн хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, Санӑн тӳрӗлӗхне ҫӳле ҫити аслӑличчен, Эсӗ пултарнӑ аслӑ ӗҫсене тӳпене ҫити мухтиччен ан пӑрахсам мана, Турӑҫӑм; эй Турӑҫӑм, Сан пекки кам пултӑр тата?</verse>
				<verse number="19"></verse>
				<verse number="20">Эсӗ ман ҫине темӗн чухлӗ хӑрушӑ асап яратӑн, анчах мана каллех чӗртетӗн, мана каллех ҫӗр тӗпӗнчен кӑларатӑн.</verse>
				<verse number="21">Ҫӗклентерсем мана, йӑпатсам мана.</verse>
				<verse number="22">Эй Турӑҫӑм, эпӗ Сана псалтирь каласа мухтӑп, Санӑн чӑнлӑхна мухтавлӑп; эй Израиль Святойӗ! Сана кӗсле каласа мухтавлӑп.</verse>
				<verse number="23">Сана мухтаса юрланӑ чухне чӗлхе-ҫӑварӑм та, Эсӗ хӑтарнӑ чунӑм та савӑнать;</verse>
				<verse number="24">чӗлхем те кунӗпех Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерсе тӑрӗ: ӗнтӗ мана усал сунакансем намӑсланчӗҫ, мӑшкӑл пулчӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="71">
				<verse number="1">Эй Турӑҫӑм! патшана Хӑвӑн сутна туса тӑма пар, патша ывӑлне Хӑвӑн тӳрӗлӗхне туса тӑма пар:</verse>
				<verse number="2">сут тунӑ чухне вӑл Санӑн халӑхна, Санӑн мӗскӗн ҫыннусене тӳррипе сут тутӑр;</verse>
				<verse number="3">тусем ҫынсене тӑнӑҫлӑх паччӑр, сӑртсем тӳрӗлӗх кӳччӗр;</verse>
				<verse number="4">халӑх хушшинчи мӗскӗнсене хӳтӗлетӗр, кӗлмӗҫсен ывӑлӗсене хӑтартӑр, хӗсӗрлекене йӑвашлаттӑр.</verse>
				<verse number="5">Унӑн кунӗсем хӗвелпе уйӑх сӳничченех, сыпӑкран сыпӑка тӑсӑлса пыччӑр.</verse>
				<verse number="6">Вӑл ӗнтӗ ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек анӗ;</verse>
				<verse number="7">ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ;</verse>
				<verse number="8">вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ;</verse>
				<verse number="9">пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ;</verse>
				<verse number="10">Фарсис патшисемпе утрав патшисем ӑна хырҫӑ тӳлесе тӑрӗҫ; Аравипе Сава патшисем парнесем илсе пырӗҫ;</verse>
				<verse number="11">ӑна пур патша та ӳксе пуҫҫапӗ; ӑна пур халӑх та пӑхӑнса тӑрӗ;</verse>
				<verse number="12">вӑл ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ;</verse>
				<verse number="14">вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="15">вӑл пурӑнӗ, ӑна Арави ылтӑнне парса тӑрӗҫ, уншӑн пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑвӗҫ, ӑна кулленех мухтавлӗҫ;</verse>
				<verse number="16">ӗнтӗ тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ, хуласенче халӑх ҫӗр ҫинчи курӑк пек ӗрчӗ;</verse>
				<verse number="17">унӑн ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, мухтавлӑ, пӗр Вӑл анчах хӑватсем тӑвать!</verse>
				<verse number="19">Унӑн чаплӑ ячӗ те ӗмӗрех мухтавлӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ пӗтӗм ҫӗре тулӗ. Аминь, аминь.</verse>
				<verse number="20">Давидӑн, Иессей ывӑлӗн, кӗллисем вӗҫленчӗҫ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="72">
				<verse number="1">Израильшӗн, таса чӗреллисемшӗн Турӑ мӗн тӗрлӗ ырӑ!</verse>
				<verse number="2">Эпӗ вара, — манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ, ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ, —</verse>
				<verse number="3">йӗркесӗр ҫынсем тулӑх пурӑннине кура, ӑссӑр ҫынсене ӑмсантӑм:</verse>
				<verse number="4">вӗсем мӗн виличченех асап курмаҫҫӗ, вӗсенӗн вӑйӗ тӗреклӗ;</verse>
				<verse number="5">вӗсем этем ӗҫлекен ӗҫре ҫӳремеҫҫӗ, ытти ҫынсемпе пӗрле хӗн курмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ, хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать;</verse>
				<verse number="7">самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ, чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать;</verse>
				<verse number="8">пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ, мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="9">ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ, чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла вӗсем халӑха хӑйсен енне ҫавӑраҫҫӗ, курка тулли шыв ӗҫтереҫҫӗ,</verse>
				<verse number="11">ӗнтӗ: «Турӑ епле пӗлтӗр? Ҫӳлти Турӑ пӗлсе тӑрать-и вара?» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Акӑ ҫав усал ҫынсем ӗмӗрех тулӑх пурӑнаҫҫӗ, мулне хушаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">[Вара ҫапла шухӑшларӑм:] апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши,</verse>
				<verse number="14">кунсерен хама кӑлӑхах амантмарӑм-ши, ирсерен хама кӑлӑхах питлемерӗм-ши? терӗм.</verse>
				<verse number="15">Анчах та эпӗ «ҫапла калаҫам» тенӗ пулсассӑн Санӑн ывӑлусен йӑхӗ умӗнче сутӑнчӑк пулаттӑм.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ ҫакна епле ӑнласа илем-ши тесе шухӑшларӑм, анчах Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне кӗриччен, вӗсем мӗнле пӗтессе пӗличчен маншӑн вӑл чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ.</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18">Ҫапла-мӗн! Эсӗ вӗсене шуса ӳкмелли ҫул ҫине тӑратнӑ, Эсӗ вӗсене тӗппипе аркататӑн, тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахатӑн.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем пӗр самантра ҫука юлчӗҫ, ҫухалчӗҫ, сехри хӑпнипе пӗтрӗҫ!</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ вӗсен ӗмӗчӗсене, ыйхӑран вӑрансанах сирӗлекен пушӑ тӗлӗк пек, сирсе ярӑн.</verse>
				<verse number="21">Чӗрем вӗресе тӑнӑ чухне, ӑшӑм вӑрканӑ чухне</verse>
				<verse number="22">эпӗ нимӗн те пӗлмен, ӑнласа илеймен; Санӑн умӑнта эпӗ выльӑх пек пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавах эпӗ яланах Санпа пӗрле: Эсӗ мана сылтӑм аллӑмран тытса тӑратӑн;</verse>
				<verse number="24">Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн, кайран мана мухтавлӑхна кӗртӗн.</verse>
				<verse number="25">Тӳпере маншӑн кам пултӑр? Сансӑр пуҫне мана ҫӗр ҫинче нимӗн те кирлӗ мар.</verse>
				<verse number="26">Ӳтӗмпе чӗрем халран кайсассӑн та Турӑ — манӑн чӗремӗн тӗрекӗ, манӑн ӗмӗрлӗх пайӑм.</verse>
				<verse number="27">Акӑ Санран пӑрӑнса каякансем пӗтеҫҫӗ; Эсӗ Хӑвӑнтан ютшӑнакансене пурне те пӗтеретӗн.</verse>
				<verse number="28">Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей! Санӑн пур ӗҫӳ ҫинчен те [Сион хӗрӗн хапхи умӗнче] пӗлтерсе тӑрас тесе эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="73">
				<verse number="1">Эй Турӑҫӑм, мӗншӗн пире яланлӑхах пӑрахрӑн-ши? мӗншӗн Хӑвӑн улӑхӑнти сурӑхсене ҫилленсе ҫитрӗн-ши?</verse>
				<verse number="2">Хӑвӑн авалах суйласа илнӗ ушкӑнна, Хӑвӑн халӑху пулма хӑтарнӑ ӑрӑвна, ҫак Ху вырӑнаҫнӑ Сион тӑвне асна илсемччӗ.</verse>
				<verse number="3">Ӗмӗрхи ишӗлчӗксем патне васкасамччӗ: сӑваплӑ вырӑна тӑшман пӗтӗмпе аркатса тӑкрӗ.</verse>
				<verse number="4">Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ;</verse>
				<verse number="5">кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ;</verse>
				<verse number="6">унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ;</verse>
				<verse number="7">Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ;</verse>
				<verse number="8">хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ хамӑр паллӑмӑрсене курмастпӑр, ӗнтӗ пророк та ҫук, ку хӑҫанччен пырассине пӗлекенни те пирӗн ҫук.</verse>
				<verse number="10">Эй Турӑҫӑм, тӑшман хӑҫанччен мӑшкӑл кӑтартӗ-ши? Санӑн ятна вӑл ӗмӗрех хурласа тӑрӗ-ши?</verse>
				<verse number="11">Мӗншӗн аллуна, Хӑвӑн сылтӑм аллуна каялла илтӗн-ши? Ӑна хӗвӳнтен кӑлар та — пӗтерсе пӑрах вӗсене.</verse>
				<verse number="12">Эсӗ — манӑн Туррӑм, ӗмӗрхи Патшамӑм, ҫӗр ҫинче ҫӑлӑнӑҫ ӗҫне тӑваканӗ!</verse>
				<verse number="13">Эсӗ Хӑвӑн вӑюпа тинӗсе икӗ енне уйӑрнӑ, Эсӗ шыв ҫийӗнчи ҫӗленсен пуҫне аркатнӑ;</verse>
				<verse number="14">Эсӗ левиафан пуҫне аркатнӑ, ӑна пушхирте [Эфиопире] пурӑнакансенӗн апачӗ тунӑ;</verse>
				<verse number="15">Эсӗ чулран ҫӑлкуҫӗ, юхӑм шыв ҫапса кӑларнӑ, Эсӗ ялан юхакан шывсене типӗтсе янӑ.</verse>
				<verse number="16">Кун та — Санӑн, каҫ та — Санӑн: уйӑхпа ҫӑлтӑрсене, хӗвеле Эсӗ туса ҫитернӗ;</verse>
				<verse number="17">ҫӗрӗн чиккисене Эсӗ кӑтартнӑ, ҫӑва та, хӗле те Эсӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="18">Асна илсем: тӑшман Ҫӳлхуҫана мӑшкӑллать, ӑссӑр ҫынсем Санӑн ятна хурлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Хӑвӑн кӑвакарчӑнун чунне тискер кайӑксене ан парсамччӗ; мӗскӗн халӑхун пурӑнӑҫне яланлӑха ан мансамччӗ.</verse>
				<verse number="20">Хӑвӑн халална асна илсемччӗ: ҫӗр ҫинчи пур улах вырӑн та пусмӑр килӗ пулса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="21">Хурлӑх куракан ҫын намӑс курса ан таврӑнтӑр; мӗскӗн ҫынпа чухӑн ҫын Санӑн ятна мухтаса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="22">Эй Турӑ, ҫӗклен, Хӑвӑн ӗҫне хӳтӗле, ӑссӑр ҫын Хӑвна куллен мӑшкӑлланине асна ил;</verse>
				<verse number="23">тӑшманусем кӑшкӑрашнине, Сана хирӗҫ пӑлханакансем вӗҫсӗр шӑв-шав ҫӗкленине ан манӑҫла. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="74">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Ан пӗтерсем». Асаф псаломӗ. Юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Аслӑлатпӑр Сана, Туррӑмӑр, аслӑлатпӑр: Санӑн яту ҫывӑхрах; Санӑн кӗтретӳсене мухтаса юрлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">«Вӑхӑтне суйласа илӗп те — Эпӗ тӳррипе сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="4">Ҫӗр те, ун ҫинче пурӑнакансем те чӗтӗреҫҫӗ: Эпӗ унӑн никӗсне тӗреклӗлентерӗп».</verse>
				<verse number="5">Ӑссӑрланакансене: «ан ӑссӑрланӑр» тетӗп, усал ҫынсене калатӑп: «мӑйракӑра ан ҫӗклӗр,</verse>
				<verse number="6">мӑйракӑра ҫӳлех ан ҫӗклӗр, чурӑс ан калаҫӑр» тетӗп:</verse>
				<verse number="7">ҫӗкленесси тухӑҫран та, анӑҫран та, пушхиртен те мар,</verse>
				<verse number="8">сут тӑваканни — Турӑ: Вӑл пӗрне ӳкерет, тепӗрне ҫӗклентерет:</verse>
				<verse number="9">курка — Ҫӳлхуҫа аллинче, куркара эрех вӗрет, унта темӗн те хутӑштарнӑ, Вӑл ҫав куркаран яра-яра парать. Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усал ҫын унӑн ҫӗприне те сӑрӑхтарса ӗҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ вара ӗмӗрех Иаков Турри ҫинчен пӗлтерсе тӑрӑп, Ӑна юрласа мухтӑп,</verse>
				<verse number="11">усал ҫынсенӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахӑп, тӳрӗ ҫыннӑн мӑйраки ҫӗкленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="75">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Асаф псаломӗ. Юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Иудейӑра Турра пӗлеҫҫӗ; Израиль хушшинче Унӑн ячӗ аслӑ.</verse>
				<verse number="3">Унӑн чатӑрӗ — Салим хулинче, Унӑн вырӑнӗ — Сион ҫинче.</verse>
				<verse number="4">Вӑл унта ҫӗмрен ҫулӑмне, хулкана, хӗҫе, вӑрҫа аркатрӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ ҫуталса тӑратӑн, Эсӗ ҫӑткӑн тусенчен хӑватлӑ.</verse>
				<verse number="6">Паттӑр чӗреллисем тупӑш пулчӗҫ, тарӑн ыйха путрӗҫ, пӗр ар аллинче те вӑй-хӑват пулмарӗ.</verse>
				<verse number="7">Эй Иаков Турри, Эсӗ хӑтӑрса илтӗн те — вӑрҫӑ урапи те, учӗ те тӗлӗрсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ — хӑрушӑ, Эсӗ ҫилленнӗ вӑхӑтра Санӑн умӑнта кам чӑтса тӑрайӗ?</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑн суту ҫинчен Эсӗ тӳперен пӗлтертӗн; ҫӗр ҫинчи пур тертленекен ҫынна ҫӑлмашкӑн Турӑ сут тума килсессӗн, ҫӗр хӑраса ӳкрӗ, шӑп пулчӗ.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Этем ҫилленни те Сана мухтаниех пулӗ: юлашки ҫиллӳне Эсӗ чарӑн.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, сӑмах парӑр, мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗр; Ун тавра тӑраканӗсем пурте Хӑрушӑскерне парне кӳччӗр:</verse>
				<verse number="13">Вӑл пуҫлӑхсенӗн кӑмӑлне пусарать, Вӑл ҫӗр ҫинчи патшасемшӗн — хӑрушӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="76">
				<verse number="1">Идифунӑн юрлакан ушкӑнӗн пуҫлӑхне. Асаф псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Сассӑм — Турӑ енне, эпӗ тархаслама тытӑнам; сассӑм — Турӑ енне, Вӑл мана илтӗ.</verse>
				<verse number="3">Хурлӑхлӑ кунӑмра Ҫӳлхуҫана шыратӑп; ҫӗрӗпе аллӑмсене ҫӗклесе тӑратӑп, аялалла усмастӑп; чунӑм лӑпланасшӑн мар.</verse>
				<verse number="4">Турра аса илетӗп те — чӗтӗретӗп; шухӑшлатӑп та — чунӑм халран каять.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ мана куҫӑма хупма памастӑн; шалтӑрах кайрӑм, калаҫайми пултӑм.</verse>
				<verse number="6">Авалхи кунсем ҫинчен, иртнӗ ӗмӗрсен ҫулӗсем ҫинчен шухӑшлатӑп;</verse>
				<verse number="7">ҫӗрле юррӑмсене аса илетӗп, чӗремпе пуплетӗп, ӑстӑнӑм та тӗпчет:</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа яланлӑхах пӑрахрӗ-ши вара, ӗнтӗ малашне кӑмӑл курмӗ-ши пире?</verse>
				<verse number="9">Унӑн ырӑлӑхӗ яланлӑхах чарӑнса ларчӗ-ши, Унӑн сыпӑкран сыпӑка пыракан сӑмахӗ татӑлчӗ-ши?</verse>
				<verse number="10">Турӑ хӗрхенме манчӗ-ши вара? Ҫилленсе ҫитсе, иксӗлми ырӑлӑхне питӗрсе лартрӗ-ши вара?</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ каларӑм: «Ҫӳлти Туррӑн сылтӑм алли улӑшӑннӑ — манӑн асапӑм ҫакӑ» терӗм.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене асӑма илем; Санӑн авалхи кӗтретӳсене асӑнам;</verse>
				<verse number="13">Санӑн пур ӗҫне те ӑнласа илме тӑрӑшам, Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен шухӑшлам.</verse>
				<verse number="14">Эй Турӑ! Санӑн ҫулу сӑваплӑ. Пирӗн Турӑ пек аслӑ Турӑ кам пултӑр?</verse>
				<verse number="15">Эсӗ — кӗтретсем тӑвакан Турӑ; Эсӗ халӑхсем хушшинче Хӑвӑн вӑй-хӑватна кӑтартнӑ;</verse>
				<verse number="16">Эсӗ хӑватупа Хӑвӑн халӑхна, Иаковпа Иосиф ывӑлӗсене, хӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Шывсем Сана курнӑ та, эй Турӑ, шывсем Сана курнӑ та хӑраса кайнӑ, тӗпсӗр авӑрсем сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="18">Пӗлӗтсем шыв юхтарнӑ, хура пӗлӗтсем аслати авӑттарнӑ, Санӑн ҫӗмренӳсем вӗҫсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="19">Аслатийӳ сасси ҫавра тӳпере кӗрленӗ; тӗнчене ҫиҫӗм ҫутатнӑ; ҫӗр кисреннӗ, силленнӗ.</verse>
				<verse number="20">Санӑн ҫулу — тинӗс ҫинче, Санӑн сукмаку — аслӑ шывсем ҫинче, Санӑн йӗрӳсене пӗлме ҫук.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, кӗтӗве ертсе пынӑ пек, Моисейпе Аарон аллипе ертсе пынӑ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="77">
				<verse number="1">Эй халӑхӑм, манӑн саккуна тӑнла, чӗлхе-ҫӑварӑм каланӑ сӑмахсене хӑлхӑра тайса итлӗр.</verse>
				<verse number="2">Чӗлхе-ҫӑварӑм юптарса пӗлтерӗ, авалхи ытарӑшсене каласа кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="3">Хамӑр мӗн илтнине, мӗн пӗлнине, аттемӗрсем хамӑра каласа хӑварнине</verse>
				<verse number="4">вӗсен ачисенчен пытарса тӑмӑпӑр, килес ӑрӑва Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫинчен, Унӑн вӑй-хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл пултарнӑ кӗтретсем ҫинчен каласа парӑпӑр.</verse>
				<verse number="5">Вӑл Иакова Хӑйӗн йӗркине пӗлтернӗ, Израиле Хӑйӗн саккунне панӑ, аттемӗрсене ҫавна хӑйсенӗн ачисене каласа хӑварма хушнӑ:</verse>
				<verse number="6">ҫитес ӑру пӗлсе тӑтӑр, ҫуралас ачасем пӗлсе тӑччӑр, хӑйсен вӑхӑтӗнче вӗсем те ачисене пӗлтерччӗр тенӗ:</verse>
				<verse number="7">Турра шанса пурӑнччӑр, Турӑ ӗҫӗсене ан манччӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑччӑр,</verse>
				<verse number="8">хӑйсен ашшӗсем пек, чурӑс та пӑлхавлӑ ӑру пек, иккӗленчӗк чӗреллӗ, чун-чӗрипе Турра пӑхӑнман ӑру пек ан пулччӑр тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Кӑрал тытнӑ, ухӑпа перекен Ефрем ывӑлӗсем ҫапӑҫу куннех каялла тарнӑ:</verse>
				<verse number="10">вӗсем Турӑ халалне асра тытман, Унӑн саккунӗпе ҫӳресшӗн пулман;</verse>
				<verse number="11">Унӑн ӗҫӗсене, Вӑл кӑтартнӑ кӗтретсене манӑҫланӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл вӗсен ашшӗсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнче, Цоан хирӗнче, кӗтретсем пултарнӑ:</verse>
				<verse number="13">тинӗсе икӗ енне уйӑрса, вӗсене ун урлӑ каҫарнӑ, шыва хӳме пек тӑратнӑ;</verse>
				<verse number="14">вӗсене кӑнтӑрла пӗлӗт хыҫҫӑн, ҫӗрле ҫӗрӗпе вут ҫути хыҫҫӑн ертсе пынӑ;</verse>
				<verse number="15">пушхирте чула ҫапса шыв кӑларнӑ, вӗсене тӗпсӗр юханшывран ӗҫтернӗ пек ӗҫтернӗ;</verse>
				<verse number="16">чул туран юхӑмсем кӑларнӑ, шыв ҫырма пек юхса аннӑ.</verse>
				<verse number="17">Анчах вӗсем Турӑ умӗнче ҫылӑх тума пӑрахман, пушхирте Ҫӳлти Турра хирӗҫ тӑма чарӑнман:</verse>
				<verse number="18">хӑйсем кӑмӑллакан апата ыйтса, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче Турра сӑнанӑ,</verse>
				<verse number="19">Турра хирӗҫ калаҫнӑ: «Турӑ пушхирте ҫимӗҫ хатӗрлеме пултараять-ши?» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Акӑ Вӑл чула ҫапнӑ та — шыв тапса тухнӑ, ҫырмасем пулса юхнӑ. «Вӑл Хӑй халӑхне ҫӑкӑр та пама пултараять-ши, ун валли аш хатӗрлеме пултараять-ши?»</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа ҫакна илтнӗ те — ҫилли тулса ҫитнӗ, вара Иаков ҫине вут-ҫулӑм тухнӑ, Израиль ҫине ҫилӗ ҫитнӗ,</verse>
				<verse number="22">мӗншӗн тесессӗн вӗсем Турра ӗненмен, Вӑл ҫӑласса шанман.</verse>
				<verse number="23">Вӑл ҫӳлти пӗлӗтсене хушнӑ та тӳпе алӑкӗсене уҫнӑ —</verse>
				<verse number="24">вӗсем ҫине апат валли манна ҫутарнӑ, вӗсене тӳпе ҫӑкӑрӗ панӑ.</verse>
				<verse number="25">Этем ангелсен ҫӑкӑрне ҫинӗ; Вӑл вӗсем валли тӑранмалӑхах апат антарнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вӑл тӳпере тухӑҫ ҫилӗ хускатнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе кӑнтӑр ҫилӗ илсе килнӗ,</verse>
				<verse number="27">вӗсем ҫине, тусан хупӑрласа килнӗ пек, аш ҫутарнӑ, тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ вӗҫен кайӑк антарнӑ:</verse>
				<verse number="28">ҫавна вӗсен тапӑрнех, вӗсен килӗсем ҫывӑхнех ӳкернӗ,</verse>
				<verse number="29">вӗсем вара мӑй таран ҫинӗ, тӑранмаллипех тӑраннӑ; вӗсене хӑйсем ӗмӗтленнине панӑ.</verse>
				<verse number="30">Анчах вӗсен кӑмӑлӗ туличченех, апачӗ ҫӑварӗнче чухнех</verse>
				<verse number="31">вӗсене Турӑ ҫилли ҫитнӗ, Израилӗн паттӑр ывӑлӗсене тата яш ачисене вӗлерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫакна курса та вӗсем ҫылӑх тума пӑрахман, Унӑн кӗтречӗсене ӗненмен.</verse>
				<verse number="33">Вара Вӑл вӗсен кунӗсене ҫил варкӑшӗ пек ирттерсе янӑ, шуйхатса вӗсен кунҫулне вӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӑл хӑйсене вӗлернӗ чухне вӗсем Ӑна шыранӑ, Ун енне ҫаврӑннӑ, Ӑна тупасшӑн пулнӑ,</verse>
				<verse number="35">хӑйсенӗн хӳтлӗхӗ Турӑ иккенне, хӑйсене Хӑтараканӗ Ҫӳлти Турӑ иккенне асне илнӗ,</verse>
				<verse number="36">Унӑн умӗнче йӑпӑлтатса калаҫнӑ, Унӑн умӗнче чӗлхипе суеҫтернӗ;</verse>
				<verse number="37">вӗсенӗн чӗри Унӑн умӗнче тӳрӗ пулман, вӗсем Унӑн халалне уяман.</verse>
				<verse number="38">Вӑл вара, Ырӑскер, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, вӗсене тӗппипех пӗтермен, Хӑйӗн ҫиллине нумай хутчен пусарнӑ, Хӑйӗн хаярлӑхне пӗтӗмпех кӑларман:</verse>
				<verse number="39">Вӑл вӗсем ӳт иккенне, сывлан сывлӑш — пӗр кайсан каялла килмен сывлӑш — иккенне астуса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="40">Вӗсем Ӑна пушхирте миҫе хутчен хирӗҫ тӑнӑ, ҫын пурӑнман ҫӗрте мӗн чухлӗ ҫиллентернӗ!</verse>
				<verse number="41">Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ,</verse>
				<verse number="42">Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман:</verse>
				<verse number="43">Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ;</verse>
				<verse number="44">вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ;</verse>
				<verse number="45">вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ;</verse>
				<verse number="46">вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ;</verse>
				<verse number="47">иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ;</verse>
				<verse number="48">выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ;</verse>
				<verse number="49">вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ;</verse>
				<verse number="50">Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ;</verse>
				<verse number="51">Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ;</verse>
				<verse number="52">Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ;</verse>
				<verse number="53">вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ;</verse>
				<verse number="54">вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ;</verse>
				<verse number="55">вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="56">Вӗсем вара каллех Ҫӳлти Турра сӑнанӑ, хирӗҫ тӑнӑ, Вӑл панӑ йӗркесене уяман;</verse>
				<verse number="57">хӑйсен ашшӗсем пек, Ӑна пӑрахнӑ, Унран сивӗннӗ, йӑнӑш яракан ҫӗмрен пек, каялла кайнӑ;</verse>
				<verse number="58">Ӑна хӑйсен тӳпем вырӑнӗсемпе кӳрентернӗ, Ӑна хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ҫиллентернӗ.</verse>
				<verse number="59">Турӑ илтнӗ те — ҫилли вутла хыпса илнӗ, Израильрен пачах та сивӗннӗ;</verse>
				<verse number="60">вара Вӑл Силомри кӗлӗ чатӑрне, этемсем хушшинче пурӑнакан килне, пӑрахнӑ;</verse>
				<verse number="61">Хӑйӗн тӗреклӗ вырӑнне, Хӑйӗн мухтавлӑхне тӑшман аллине тыткӑна панӑ,</verse>
				<verse number="62">Хӑйӗн халӑхне хӗҫ айне ӳкернӗ, Хӑйӗн еткерне ҫилленсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="63">Унӑн ҫитӗннӗ ывӑлӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ, унӑн хӗрӗсемшӗн туй юрри юрламан;</verse>
				<verse number="64">унӑн священникӗсем хӗҫ айне пулса ӳкнӗ, унӑн тӑлӑх арӑмӗсене макӑрма та паман.</verse>
				<verse number="65">Акӑ Ҫӳлхуҫа ыйхӑран вӑраннӑ пек вӑраннӑ, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ улӑп евӗр тӑнӑ та</verse>
				<verse number="66">унӑн тӑшманӗсене каялла хӑваласа янӑ, вӗсене ӗмӗрлӗхе намӑса хӑварнӑ;</verse>
				<verse number="67">Иосиф килне пӑрахнӑ, Ефрем йӑхне те суйласа илмен,</verse>
				<verse number="68">Вӑл Иуда йӑхне, Хӑй кӑмӑлланӑ Сион тӑвне суйласа илнӗ.</verse>
				<verse number="69">Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртне тӳпе пек тунӑ, ӑна ҫӗр пек ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ лартнӑ,</verse>
				<verse number="70">Давида, Хӑйӗн чурине, суйласа илнӗ, ӑна сурӑх карти патӗнчен,</verse>
				<verse number="71">сӑвакан выльӑх патӗнчен Хӑйӗн халӑхне Иакова, Хӑйӗн еткерне Израиле кӗтсе ҫӳреме илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="72">Вӑл вара вӗсене таса чӗрепе кӗтсе, ӑстайлӑ аллипе ертсе ҫӳренӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="78">
				<verse number="1">Эй Турӑҫӑм! Санӑн ҫӗрӳ ҫине суя тӗнлисем килчӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Керменне ирсӗрлетрӗҫ, Иерусалим вырӑнӗнче ишӗлчӗк ҫеҫ выртать;</verse>
				<verse number="2">Санӑн чурусенӗн виллисене вӗҫен кайӑксене, сӑваплӑ ҫыннусенӗн ӳчӗсене ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене ҫиме пачӗҫ;</verse>
				<verse number="3">Иерусалим таврашӗнче вӗсенӗн юнне шыв пек тӑкрӗҫ, вӗсене пытаракан та пулмарӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпир кӳршӗ халӑхсен кулли пултӑмӑр, хамӑр таврара пурӑнакансенӗн мӑшкӑлӗ пултӑмӑр, намӑса юлтӑмӑр.</verse>
				<verse number="5">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӑҫанччен пӗр чарӑнмасӑр ҫилленсе тӑрӑн-ши, ҫиллӳ хӑҫанччен вут-кӑварла ҫунса тӑрӗ-ши?</verse>
				<verse number="6">Хӑвӑн ҫиллӳне Хӑвна пӗлмен халӑхсем ҫине, Хӑвӑн ятна асӑнман патшалӑхсем ҫине яр:</verse>
				<verse number="7">вӗсем Иакова ҫисех ячӗҫ, унӑн кил-ҫуртне пушӑ хӑварчӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Пире асаттесен ҫылӑхӗсемшӗн ан айӑпласам; Санӑн ырӑлӑху пирӗн пата часрах ҫитинччӗ: эпир ӗнтӗ япӑхлансах кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="9">Эй Туррӑмӑр, Ҫӑлаканӑмӑр, Хӑвӑн яту мухтавӗшӗн пулӑшсам пире; пире Хӑвӑн ятушӑн хӑтарсам, пирӗн ҫылӑхсене каҫарсам.</verse>
				<verse number="10">Суя тӗнлисем: «вӗсен Турри ӑҫта?» тесе ан калайччӑр. Санӑн чурусенӗн юнне тӑкнӑшӑн тавӑрни пирӗн куҫ умӗнчех пулса иртинччӗ.</verse>
				<verse number="11">Тӗрмере ларакан йынӑшни Сан умна ҫитинччӗ; вӗлерме айӑпланисене Хӑвӑн аллу хӑвачӗпе хӑтарсамччӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвна хурланӑшӑн пирӗн кӳршӗсене ҫичӗ хут ытла хурлӑх кӑтартса ӑшӗсене витер.</verse>
				<verse number="13">Эпир — Санӑн халӑху, Санӑн улӑхӑнти сурӑхсем — ӗмӗрех Сана аслӑлӑпӑр, Санӑн мухтавлӑхна сыпӑкран сыпӑка пӗлтерсе тӑрӑпӑр. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="79">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шошанним-Эдуф теекен сӑпрайпа. Асаф псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Израиль Кӗтӳҫи! тӑнласамччӗ; Иосифа сурӑхсене ҫӳретнӗ пек ҫӳретекен, Херувимсем ҫинче ларакан, Хӑвна кӑтартсамччӗ.</verse>
				<verse number="3">Ефрем умӗнче, Вениаминпа Манассия умӗнче Хӑвӑн вӑйна кӑларсамччӗ, пире ҫӑлма килсемччӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй Турӑҫӑм! пире ҫӗнӗрен ҫӗклесемччӗ; Санӑн сӑну ҫутӑлса кайтӑр, вара ҫӑлӑнӑпӑр!</verse>
				<verse number="5">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! Хӑвӑн халӑху кӗлтунӑ чухне хӑҫанччен ҫилленсе тӑрӑн-ши?</verse>
				<verse number="6">Эсӗ вӗсене пысӑк виҫепех куҫҫулӗ ҫӑкӑрӗпе тӑрантартӑн, вӗсене пысӑк виҫепех куҫҫулӗ ӗҫтертӗн,</verse>
				<verse number="7">пире кӳршӗ халӑхсен мӑшкӑлӗ турӑн, тӑшманӑмӑрсем пирӗнтен кулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! пире ҫӗнӗрен ҫӗклесемччӗ; Санӑн сӑну ҫутӑлса кайтӑр, вара ҫӑлӑнӑпӑр!</verse>
				<verse number="9">Эсӗ Египетран иҫӗм йывӑҫӗ куҫарса килтӗн, халӑхсене хӑваласа ярса, ӑна вӗсен вырӑнне лартрӑн;</verse>
				<verse number="10">ун валли вырӑн тасатрӑн, тымарне ҫирӗплетрӗн, вӑл вара пӗтӗм ҫӗре сарӑлчӗ.</verse>
				<verse number="11">Унӑн ӗмӗлки тусене хупласа илчӗ, турачӗсем, сарӑлса, Турӑ кедрӗсене хупларӗҫ;</verse>
				<verse number="12">турачӗсене вӑл тинӗс хӗрринех, хунавӗсене юханшыв хӗрринех ҫитерчӗ.</verse>
				<verse number="13">Мӗншӗн Эсӗ унӑн картине ҫӗмӗрсе тӑкрӑн? халӗ ӑна пур иртен-ҫӳрен тата-тата каять.</verse>
				<verse number="14">Ӑна вӑрман сысни те тӑрмалать, ӑна хирти тискер кайӑк та кӑшлать.</verse>
				<verse number="15">Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! хӳтӗлесемччӗ, тӳперен хӗрхенсе пӑхсамччӗ, курсамччӗ, ҫав иҫӗм йывӑҫне килсе пӑхсамччӗ:</verse>
				<verse number="16">Хӑвӑн сылтӑм аллу лартнине, Ху валли ӳстернӗ хунава сыхласа хӑварсамччӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл вут-ҫулӑмпа вӗтеленнӗ, касӑлса пӗтнӗ; Санӑн вӑраха кайнӑ ҫиллӳпе пӗтсех ларӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Санӑн аллу сылтӑм аллу енче тӑракан ар ҫинче — Ху валли тӗреклентернӗ этем ывӑлӗ ҫинче — пултӑр,</verse>
				<verse number="19">эпир Санран уйӑрӑлса каймӑпӑр; чӗртсем пире, эпир Санӑн ятна асӑнсах тӑрӑпӑр.</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! пире ҫӗнӗрен ҫӗклесемччӗ; Санӑн сӑну ҫутӑлса кайтӑр, вара ҫӑлӑнӑпӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="80">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Геф хулинче калакан сӑпрайпа. Асаф псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Турра, хамӑр тӗрекӗмӗре, хавассӑн мухтаса юрлӑр; Иаков Туррине янӑравлӑн, кӑшкӑра-кӑшкӑра мухтавлӑр!</verse>
				<verse number="3">Псалом юрлӑр, тӳнкӗр тытӑр, ытарайми сасӑллӑ кӗслепе псалтирь тытӑр;</verse>
				<verse number="4">ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче, палӑртнӑ вӑхӑтра, хамӑр уяв кунӗнче, трупа кӑшкӑртӑр:</verse>
				<verse number="5">ҫакӑ вӑл Израильшӗн саккун пулать, Иаков Турри панӑ йӗрке пулать.</verse>
				<verse number="6">Вӑл ӑна Иосифа Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн — ҫакна астуса тӑччӑр тесе — панӑ, халӑх унта хӑй пӗлмен чӗлхе сассине илтнӗ:</verse>
				<verse number="7">«Эпӗ унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен йывӑр ҫӗклемне илсе пӑрахрӑм, ӗнтӗ унӑн аллисем кунтӑ йӑтассинчен хӑтӑлчӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Хӗн курнӑ чухне Мана чӗнтӗн те — Эпӗ сана хӑтартӑм; аслати варринчен хуравларӑм сана, Мерива шывӗ патӗнче сӑнарӑм сана.</verse>
				<verse number="9">Эй халӑхӑм, итле, сана каласа хуратӑп: ах Израиль! эсӗ Мана итлесе пурӑнсанччӗ!</verse>
				<verse number="10">Санӑн урӑх турӑ ан пултӑр, ют ҫӗр туррине ан пуҫҫап эсӗ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Египет ҫӗрӗнчен сана Эпӗ илсе тухрӑм; ҫӑварна уҫ, Эпӗ ӑна тултарӑп».</verse>
				<verse number="12">Анчах халӑхӑм Манӑн сасса итлемерӗ, Израиль Мана пӑхӑнмарӗ;</verse>
				<verse number="13">ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хӑйсен тӳрккес кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайма ирӗк патӑм, хӑйсем шухӑшланӑ пек ҫӳреччӗр терӗм.</verse>
				<verse number="14">Ах, халӑхӑм Мана итленӗ пулсанччӗ, Израиль Манӑн ҫулсемпе ҫӳренӗ пулсанччӗ!</verse>
				<verse number="15">Эпӗ унӑн тӑшманӗсене ҫийӗнчех пӑхӑнтарӑттӑм, аллӑма вӗсене хӗсӗрлекенсем енне ҫавӑрӑттӑм:</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫана курайманнисем вӗсене йӑпӑлтатса ҫеҫ тӑрӗччӗҫ, вӗсем вара ӗмӗрӗпе ырӑ курӗччӗҫ;</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вӗсене тутӑ тулӑпа, чул хысакран кӑларнӑ пылпа тӑрантарса усрӑттӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="81">
				<verse number="1">Турӑ турӑсен пухӑвӗнче тӑчӗ те турӑсем хушшинче сут турӗ:</verse>
				<verse number="2">хӑҫанччен эсир тӗрӗс мар сут тӑвӑр-ши, йӗркесӗр ҫынсем майлӑ пулӑр-ши?</verse>
				<verse number="3">Чухӑнпа тӑлӑха тӳрӗ сут тӑвӑр; хӗн тӳсекенпе мӗскӗне тӗрӗссипе сут тӑвӑр;</verse>
				<verse number="4">кӗлмӗҫе, мӗскӗне хӑтарӑр; ӑна йӗркесӗр ҫын аллинчен туртса илӗр.</verse>
				<verse number="5">Пӗлмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, сӗмлӗхре ҫӳреҫҫӗ; ҫӗрӗн пӗтӗм никӗсӗ чӗтренет.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ каларӑм: эсир — турӑсем, эсир пурсӑр та — Ҫӳлти Турӑ ывӑлӗсем;</verse>
				<verse number="7">пӗрех эсир те ытти ҫынсем пекех вилетӗр, кирек хӑш пуҫлӑх ӳкнӗ пекех ӳкетӗр, терӗм.</verse>
				<verse number="8">Эй Турӑҫӑм, ҫӗклен, тӗнчене сут ту: пур халӑха та Эсӗ тытса тӑратӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="82">
				<verse number="1">Юрӑ. Асаф псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм! Чӗнмесӗр, сас памасӑр ан тӑрсамччӗ, эй Турӑҫӑм! нимӗн тумасӑр ан тӑрсамччӗ:</verse>
				<verse number="3">акӑ ӗнтӗ тӑшманусем шавлашаҫҫӗ, Сана курайманнисем пуҫне ҫӗклерӗҫ;</verse>
				<verse number="4">Санӑн халӑхна хирӗҫ чее шухӑш тытрӗҫ, Хӑв упраса тӑракансене хирӗҫ каварлашаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">ӗнтӗ ҫапла каларӗҫ: «каяр та вӗсене халӑхсем хушшинчен пӗтерер, ӳлӗм Израиль ятне ан асӑнччӑр» терӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Пӗр шухӑшлӑ пулса пӗр канаша килчӗҫ, Сана хирӗҫ сӑмах татрӗҫ:</verse>
				<verse number="7">вӗсем — Эдом халӑхӗпе Измаил ҫыннисем, Моав тата Агарь ҫыннисем,</verse>
				<verse number="8">Гевал, Аммон, Амалик, филистимсемпе Тир ҫыннисем.</verse>
				<verse number="9">Ассур та вӗсен ҫумне хутшӑнчӗ: вара вӗсем Лот ывӑлӗсен хевти пулчӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсене Мадиана мӗн тунине, Сисарӑна тата Киссон юхӑмӗ хӗрринче Иавина мӗн тунине ту:</verse>
				<verse number="11">ҫавсене Ен-Дорта аркатнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫӗр валли тислӗк пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсене, вӗсенӗн ҫулпуҫӗсене, Орива тата Зива мӗн кӑтартнине кӑтарт, вӗсен пӗтӗм ҫулпуҫне Зевее тата Салмана мӗн кӑтартнине кӑтарт,</verse>
				<verse number="13">ҫавсем те: «Туррӑн ялӗ-хулисене хамӑр алла илер» тесе мухтаннӑ.</verse>
				<verse number="14">Эй Туррӑм! Вӗсем ҫавраҫил ӑшӗнчи хумхах пек, ҫил умӗнчи улӑм пек пулччӑр.</verse>
				<verse number="15">Вӑрмана вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ пек, тусене ҫулӑм вӗтеленӗ пек,</verse>
				<verse number="16">вӗсене Хӑвӑн тӑвӑлупа хӑвала, Хӑвӑн ҫавраҫилӳпе шуйхантар;</verse>
				<verse number="17">эй Ҫӳлхуҫа, вӗсен питне намӑспа хупла, вӗсем Санӑн ятна шыраччӑр!</verse>
				<verse number="18">Вӗсем намӑсланччӑр, ӗмӗрлӗхе сехӗрленсе ӳкчӗр, хур пулччӑр, ҫухалччӑр,</verse>
				<verse number="19">пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа ятлине, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="83">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Геф хулинче калакан сӑпрайпа. Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом.</verse>
				<verse number="2">Ах, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Санӑн Ҫуртушӑн эпӗ епле тӗмсӗлетӗп!</verse>
				<verse number="3">Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫа картишӗнче пуласшӑн ҫунать; чӗрем те, ӳтӗм те хаваслансах чӗрӗ Турӑ патне ӑнтӑлать.</verse>
				<verse number="4">Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, эй Патшамӑм, эй Туррӑм! Санӑн Ҫурту таврашӗнче ҫерҫи те хӑйне пурӑнма вырӑн тупать, чӗкеҫ те чӗпӗ кӑларма йӑва ҫавӑрать.</verse>
				<verse number="5">Санӑн Ҫуртунта пурӑнакансем телейлӗ: вӗсем вӗҫӗмсӗр Сана мухтаса тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Хӑйӗн вӑйне Санра тупакан ҫын телейлӗ, унӑн чӗринчи сукмакӗсем ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Типӗ айлӑмпа пынӑ чухне вӗсем ӑна ҫӑлкуҫӗсен вырӑнӗ тӑваҫҫӗ, ҫав айлӑма ҫумӑр та пиллӗх парать;</verse>
				<verse number="8">Турра Сион ҫинче куриччен вӗсем вӑй илнӗҫемӗн вӑй илсе пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! Манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, эй Иаков Турри, тӑнласамччӗ!</verse>
				<verse number="10">Эй Турӑ, пирӗн хута кӗрекенӗ! Пӗшкӗнсе пӑхсамччӗ, ҫу сӗрнӗ ҫынну ҫине хӗрхенсе пӑхсамччӗ.</verse>
				<verse number="11">Сан картишӳнте пӗр кун пурӑнни пин кунран лайӑхрах. Усал ҫынсен ҫуртӗнче пурӑниччен мана Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗ патӗнче тӑма аванрах.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Турӑ — хӗвел те, хӳтлӗх те, Ҫӳлхуҫа тивлет парать, мухтавлӑ тӑвать; айӑпсӑр пурӑнакансене Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен хӑвармасть.</verse>
				<verse number="13">Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! Сана шанса тӑракан ҫын телейлӗ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="84">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ Хӑвӑн ҫӗрне хӗрхентӗн, Иаков шӑпине улӑштартӑн;</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑн халӑхун йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫартӑн, унӑн пӗтӗм ҫылӑхне манӑҫларӑн,</verse>
				<verse number="4">Хӑвӑн пӗтӗм хаярлӑхна пусартӑн, Хӑвӑн тискер ҫиллӳне сирсе ятӑн.</verse>
				<verse number="5">Эй ҫӑлакан Туррӑмӑр, пире ҫӗнӗрен ҫӗклесем, ӗнтӗ пире тарӑхма чарӑнсам.</verse>
				<verse number="6">Пире ӗмӗрех ҫилленсе тӑрӑн-ши вара, ҫиллӳне сыпӑкран сыпӑках тӑсӑн-ши вара?</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑншӑн савӑнтармашкӑн пире ҫӗнӗрен чӗртмӗн-ши вара?</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа, ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ пире, ҫӑлӑнӑҫна парсамччӗ пире.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Турӑ мӗн каланине итлем-ха. Вӑл Хӑйӗн халӑхне, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӑнӑҫлӑх сунӗ, анчах вӗсем каллех ан ӑссӑрланччӑр тейӗ.</verse>
				<verse number="10">Чӑнах, Унран хӑракансемшӗн ҫӑлӑнӑҫ ҫывӑхрах, апла Унӑн мухтавлӑхӗ пирӗн ҫӗр ҫинчех.</verse>
				<verse number="11">Ырӑлӑхпа чӑнлӑх тӗл пулчӗҫ, тӳрӗлӗхпе тӑнӑҫлӑх пӗр-пӗрне чуптурӗҫ;</verse>
				<verse number="12">ҫӗртен чӑнлӑх тухрӗ, тӳперен тӳрӗлӗх анчӗ;</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа ырӑлӑх парӗ, пирӗн ҫӗр те хӑй ҫимӗҫне ӳстерӗ;</verse>
				<verse number="14">Унӑн умӗнчен тӳрӗлӗх пырӗ, Унӑн утӑмӗсем валли ҫул хывӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="85">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа, хӑлхуна тайсам, илтсем мана: эпӗ чухӑн, мӗскӗн ҫын.</verse>
				<verse number="2">Манӑн чунӑма сыхласам, эпӗ Сан умӑнта хисеплесе-хӑраса тӑратӑп; эй Туррӑм, Хӑвӑн чуруна, Хӑвна шанса тӑраканскерне, ҫӑлсамччӗ.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсем мана: кулленех Сана тархаслатӑп.</verse>
				<verse number="4">Хӑвӑн чурун чунне савӑнтар, эй Ҫӳлхуҫа, чунӑмпа Сан енне ҫӗкленетӗп:</verse>
				<verse number="5">эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна йӑлӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, нумай ырӑлӑхлӑ.</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн кӗллӗме илтсем, йӑлӑнакан сассӑма тӑнласам.</verse>
				<verse number="7">Хурлӑхлӑ кунӑмра Сана тархаслатӑп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана илтетӗн.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа, турӑсем хушшинче Сан евӗрли ҫук, Санӑн ӗҫӳсем пек ӗҫсем те ҫук.</verse>
				<verse number="9">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ пултарнӑ халӑхсем пурте килӗҫ те Сан умна ӳксе пуҫҫапӗҫ, Санӑн ятна мухтавлӗҫ:</verse>
				<verse number="10">Эсӗ аслӑ, Эсӗ кӗтретсем тӑватӑн, эй Турӑҫӑм, Эсӗ — пӗртен-пӗр Турӑ.</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулу ҫине тӑрат мана, Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем; чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет.</verse>
				<verse number="12">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, Сана пӗтӗм кӑмӑлтан мухтавлам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам:</verse>
				<verse number="13">Эсӗ мана пысӑк ырӑлӑх кӳтӗн: манӑн чунӑма ҫӗр тӗпӗнчи тамӑкран хӑтартӑн.</verse>
				<verse number="14">Эй Турӑ! мӑнаҫлисем мана хирӗҫ тӑчӗҫ, пусмӑрҫӑсен эшкерӗ манӑн чунӑма шырать: вӗсем Сана хӑйсен умне тӑратмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа, — уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен чӗреллӗ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ —</verse>
				<verse number="16">ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана; Хӑвӑн чуруна Хӑвӑн тӗреклӗхне парсамччӗ, Хӑвӑн чурун ывӑлне ҫӑлсамччӗ;</verse>
				<verse number="17">мана кӑмӑл тунине паллӑ туса кӑтарт, мана курайманнисем курччӑр, намӑсланччӑр, мӗншӗн тесессӗн, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Эсӗ пулӑшрӑн, лӑплантартӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="86">
				<verse number="1">Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом. Юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Унӑн никӗсӗ — сӑваплӑ тусем ҫинче. Ҫӳлхуҫа Сион хапхине Иаковӑн пур хулинчен те ытларах юратать.</verse>
				<verse number="3">Эй Турӑ хули, сан ҫинчен ырӑран ырӑ калаҫҫӗ!</verse>
				<verse number="4">Мана пӗлекенсене Раава тата Вавилона аса илтерӗп; акӑ филистимсем, Тир та, Эфиопи те: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Сион ҫинчен вара: «унта ҫав-ҫав ар ҫуралнӑ, ӑна Ҫӳлти Турӑ Хӑй тӗреклентернӗ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа халӑхсен йышне шута илнӗ чухне: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тесе ҫырса хурӗ.</verse>
				<verse number="7">Юрлаканнисем те, кӗвӗ калаканнисем те: «манӑн мӗнпур ҫӑлкуҫӑм — санра» тейӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="87">
				<verse number="1">Юрӑ. Псалом. Корей ывӑлӗсенӗн. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне, юрламашкӑн, Махалаф. Зерах йӑхӗнчи Еман вӗрентсе калани.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, мана ҫӑлакан Туррӑм! кунӗпе Сана тархаслатӑп, ҫӗрле те — Сан умӑнтах:</verse>
				<verse number="3">манӑн кӗллӗм Сан умна ҫитинччӗ; эпӗ тархасланине хӑлхуна тайса итлесемччӗ:</verse>
				<verse number="4">ӗнтӗ чунӑм хӗн-асап курса тӑранчӗ, пурӑнӑҫӑм тамӑк патнех ҫывӑхарчӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ ҫӗре кӗрекенсемпе танлашрӑм; халсӑр ҫын пек тӑрса юлтӑм,</verse>
				<verse number="6">вилнисем хушшине пӑрахнӑскер, вӗлерсе пӑрахнӑ, тупӑкра выртакан ҫын евӗрлӗ пултӑм — ӗнтӗ Эсӗ вӗсене асна та илместӗн, Эсӗ вӗсене аллупа тӗртсе ятӑн.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ мана тамӑк тӗпне, сӗмлӗхе, тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахрӑн.</verse>
				<verse number="8">Мана Санӑн хаярлӑху пусса тӑрать, Эсӗ [мана] пӗтӗм хумупа ҫапса ӳкертӗн.</verse>
				<verse number="9">Манран пӗлӗшӗмсене сивӗтрӗн, вӗсене манран йӗрӗнмелле турӑн; мана хупса лартнӑ — ӗнтӗ тухаймастӑп.</verse>
				<verse number="10">Хӗн-асапа пула куҫӑм вӑйӗ пӗтрӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана кунӗпех тархасларӑм, аллӑмсене Сан еннелле ҫӗклесе тӑтӑм.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ вилнисемшӗн кӗтрет тӑвӑн-и? Вилнисем тӑрӗҫ те Сана мухтавлӗҫ-и?</verse>
				<verse number="12">е тупӑкра Санӑн ырӑлӑху ҫинчен, ҫӗрекен ҫӗрте Санӑн чӑнлӑху ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗҫ-и?</verse>
				<verse number="13">сӗмлӗхре Санӑн кӗтретӳсене мӗнле курайӑн? манӑҫ ҫӗрӗнче Санӑн тӳрӗлӗхне мӗнле пӗлейӗн?</verse>
				<verse number="14">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана тархаслатӑп, манӑн кӗллӗм ир-ирех Санӑн умна пырӗ.</verse>
				<verse number="15">Эй Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн манӑн чунӑмран пӑрӑнатӑн-ши, Хӑвӑн сӑнна мӗншӗн манран тӳртӗн тытатӑн-ши?</verse>
				<verse number="16">Эпӗ ҫамрӑкранпах телейсӗр, ҫамрӑкранпах асапланатӑп; Санӑн сехметӳсене тӳсетӗп, халран каятӑп.</verse>
				<verse number="17">Санӑн хаярлӑху ман ҫийӗмренех иртрӗ, Эсӗ хӑратни мана пӗтерсех хучӗ,</verse>
				<verse number="18">мана кулленех шыв пек ҫавӑрса илеҫҫӗ: пӗрле пухӑнса хупӑрлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Эсӗ манран тусӑма, варлӑ ҫыннӑма сивӗтрӗн; пӗлӗшӗмсем те курӑнмаҫҫӗ. Вӗсем вырӑнне — сӗмлӗх ҫеҫ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="88">
				<verse number="1">Ефам езрахит вӗрентсе калани.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, [Санӑн] ырӑлӑхусене ӗмӗрех мухтаса юрлӑп, Санӑн тӳрӗлӗхне сыпӑкран сыпӑка пӗлтерсе тӑрӑп.</verse>
				<verse number="3">Ҫапла калатӑп: эй Турӑҫӑм, Эсӗ: «Хам суйласа илнӗ ҫыннӑмпа халал хыврӑм, Хамӑн Давид чурама тупа туса, санӑн вӑрлӑхна ӗмӗрлӗх тӑвӑп, санӑн патшалӑхна сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырӑп» тенӗ чухне Эсӗ ырӑлӑхна ӗмӗрлӗхе никӗсленӗ, Хӑвӑн тӳрӗлӗхне тӳпере ҫирӗплетнӗ.</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫа, тӳпере Санӑн тӗлӗнмелли ӗҫӳсене мухтӗҫ, Санӑн тӳрӗлӗхне сӑваплисенӗн ушкӑнӗнче аслӑлӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Тӳпере кам Ҫӳлхуҫапа танлашӗ? Турӑ ывӑлӗсем хушшинче кам Ҫӳлхуҫа пек пулӗ?</verse>
				<verse number="8">Турӑ сӑваплисенӗн ушкӑнӗнче питӗ хӑрушӑ, Вӑл Хӑй таврашӗнчисемшӗн пуриншӗн те аслӑ та хӑрушӑ.</verse>
				<verse number="9">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! Сан пек хӑватли, эй Ҫӳлхуҫамӑм, кам пултӑр? Санӑн чӑнлӑху — Хӑвӑн йӗри-тавра.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ тинӗс хаярлӑхне пӑхӑнтарса тӑратӑн: хумӗсем ҫӗкленсе-хӑпарса кайсассӑн, Эсӗ вӗсене путаратӑн.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ Раава амантса ҫапса ӳкертӗн; хӑватлӑ вӑюпа тӑшманусене салатса ятӑн.</verse>
				<verse number="12">Тӳпе те — Санӑн, ҫӗр те — Санӑн; тӗнчене, ӑна тулли тӑваканнине Эсӗ туса хунӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫурҫӗр енӗпе кӑнтӑр енне Эсӗ пултарнӑ; Фавор тӑвӗпе Ермон тӑвӗ Санӑн ятушӑн савӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Санӑн хӑвату тӗреклӗ, Санӑн аллу вӑйлӑ, сылтӑм аллу ҫӳлте тӑрать!</verse>
				<verse number="15">Тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗх — Санӑн аслӑ пуканун никӗсӗ; ырӑлӑхпа чӑнлӑх Санӑн умӑнтан пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Чӑн савӑнӑҫ мӗнне пӗлекен халӑх телейлӗ! Эй Ҫӳлхуҫа, вӗсем Санӑн сӑну ҫутинче ҫӳреҫҫӗ,</verse>
				<verse number="17">кунӗпе Санӑн ятушӑн савӑнаҫҫӗ, Санӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтанаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="18">Эсӗ — вӗсен вӑй-хӑвачӗн илемӗ, Эсӗ кӑмӑл тунипе пирӗн мӑйрака ҫӗкленет.</verse>
				<verse number="19">Пирӗн хӳтлӗх — Ҫӳлхуҫаран, пирӗн патша — Израиль Святойӗнчен.</verse>
				<verse number="20">Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм.</verse>
				<verse number="22">Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ.</verse>
				<verse number="23">Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ.</verse>
				<verse number="24">Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="25">Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ.</verse>
				<verse number="26">Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп.</verse>
				<verse number="27">Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ.</verse>
				<verse number="28">Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп,</verse>
				<verse number="29">ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ.</verse>
				<verse number="30">Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="31">Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн,</verse>
				<verse number="32">Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн,</verse>
				<verse number="33">вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп;</verse>
				<verse number="34">ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп.</verse>
				<verse number="35">Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп.</verse>
				<verse number="36">Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?</verse>
				<verse number="37">Унӑн вӑрлӑхӗ ӗмӗре пырӗ, унӑн аслӑ пуканӗ Ман умӑмра хӗвел пек пулӗ,</verse>
				<verse number="38">вӑл уйӑх пек ӗмӗрех тӗреклӗ тӑрӗ, тӗрӗс кӳнтелекенӗ — тӳпере» тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Анчах халӗ Эсӗ ӑна тӗртсе ятӑн, кӗҫӗне хӑвартӑн, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна ҫилленсе ҫитрӗн;</verse>
				<verse number="40">Хӑвӑн чурупа хывнӑ халала уямарӑн, унӑн пуҫкӑшӑльне ҫӗре пӑрахрӑн;</verse>
				<verse number="41">унӑн хӳмисене йӑлтах ишсе антартӑн, тӗреклетнӗ хулисене ишӗлчӗк купи туса хӑвартӑн.</verse>
				<verse number="42">Ӗнтӗ пур иртен-ҫӳрен ӑна ҫаратать; кӳршӗ халӑхсенӗн кулли вӑл пулчӗ.</verse>
				<verse number="43">Эсӗ ӑна хирӗҫ тӑракансенӗн сылтӑм аллине ҫӗклентертӗн, унӑн мӗнпур тӑшманне савӑнтартӑн;</verse>
				<verse number="44">Эсӗ ун хӗҫӗн ҫивӗчӗшне каялла ҫавӑртӑн, ӑна вӑрҫӑра тӗреклентермерӗн;</verse>
				<verse number="45">унӑн чапне туртса илтӗн, аслӑ пуканне ҫӗре пӑрахрӑн;</verse>
				<verse number="46">унӑн ҫамрӑк ӗмӗрне кӗскетрӗн, ӑна намӑса хӑвартӑн.</verse>
				<verse number="47">Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен пӗр курӑнмасӑр тӑрӑн-ши, хаярлӑху хӑҫанччен вут-кӑварла ҫунса тӑрӗ-ши?</verse>
				<verse number="48">Эй Ҫӳлхуҫа, этем ӗмӗрне асна илсемччӗ: Эсӗ пӗтӗм этем ывӑлне ниме тӑман пурӑнӑҫ валли пултарнӑ-и вара?</verse>
				<verse number="49">Пурӑнакан этемрен хӑшӗ вилӗм курманни пур? хӑйӗн чунне ҫӗр тӗпне каясран хӑтарни кам пур?</verse>
				<verse number="50">Эй Ҫӳлхуҫа, унччен кӑтартнӑ ырӑлӑхусем ӑҫта-ши? Эсӗ вӗсене Давида пама тупа тунӑччӗ.</verse>
				<verse number="51">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн чурусем курнӑ мӑшкӑла — чӗрем варринчех тытакан мӑшкӑла, вӑйлӑ халӑхсем мӗн кӑтартнине — асна илсемччӗ;</verse>
				<verse number="52">эй Ҫӳлхуҫа, тӑшманусем Сана епле хурланине, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна епле чысран кӑларнине асна илсемччӗ.</verse>
				<verse number="53">Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех мухтавлӑ! Аминь, аминь. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="89">
				<verse number="1">Моисейӗн, Турӑ ҫыннийӗн, кӗлли. Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ — пирӗн сыпӑкран сыпӑка тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр.</verse>
				<verse number="2">Эсӗ тусем ҫураличченех, Ху ҫӗрпе тӗнчене пултаричченех пулнӑ, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех — Турӑ.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ этеме каллех тӑпра тӑватӑн: «этем ывӑлӗсем, каялла таврӑнӑр!» тетӗн.</verse>
				<verse number="4">Санӑн куҫу умӗнче пин ҫул та — иртсе кайнӑ ӗнерхи кун евӗр анчах, ҫӗрлехи темиҫе сехет евӗр анчах.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ вӗсене шывпа юхтарнӑ пек илсе каятӑн; вӗсем — тӗлӗк пек, курӑк пек: ирпеле ӳсекен,</verse>
				<verse number="6">ирхине ҫеҫке ҫурса ешерсе ларакан, каҫпа хуҫӑлса анса хӑрӑнакан курӑк пек:</verse>
				<verse number="7">эпир ҫапла Санӑн ҫиллӳпе ҫухалатпӑр, Санӑн хаярлӑхупа шуйханатпӑр.</verse>
				<verse number="8">Пирӗн йӗркесӗр ӗҫсене Эсӗ Хӑв умӑнта тытатӑн, пирӗн вӑрттӑн шухӑш-кӑмӑла Хӑвӑн сӑну ҫутинче куратӑн.</verse>
				<verse number="9">Пирӗн пур кун та Санӑн ҫиллӳне курса иртрӗ; пирӗн кунҫул хаш сывлам пек ҫухалать.</verse>
				<verse number="10">Эпир пурӑнас ӗмӗр — ҫитмӗл ҫул, тӗреклӗрех пулсассӑн — сакӑрвунӑ ҫул; чи лайӑх вӑхӑчӗ те — йывӑр ӗҫ те чир анчах: вӑл хӑвӑрт иртет, эпир вӗҫсе пыратпӑр.</verse>
				<verse number="11">Санран хӑраса, Санӑн ҫиллӳ хӑватне, Санӑн хаярлӑхна кам пӗлсе ҫитерӗ?</verse>
				<verse number="12">Хамӑр чӗрене ӑслӑлантармашкӑн хамӑр кунсене мӗнле шутласа пымаллине вӗрент пире.</verse>
				<verse number="13">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаврӑнсам! Хӑҫанччен-ши? Хӑвӑн чурусене хӗрхенсем.</verse>
				<verse number="14">Ырӑлӑхупа ирех тӑрантарсам пире, эпир вара ӗмӗр тӑршшӗпе савӑнӑпӑр, хӗпӗртенӗпӗр.</verse>
				<verse number="15">Хӑв асап кӑтартнӑ кунсем вырӑнне, хамӑр хӗн-хур тӳснӗ ҫулсем вырӑнне савӑнтар пире.</verse>
				<verse number="16">Хӑвӑн чурусем ҫинче Санӑн ӗҫӳ, вӗсен ывӑлӗсем ҫинче Санӑн мухтавлӑху курӑнтӑр;</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӑмӑллатӑр, пирӗн аллӑмӑрсен ӗҫне ӑнтарса пыр, пирӗн аллӑмӑрсен ӗҫне ӑнтар.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="90">
				<verse number="1">Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче пурӑнаканӗ Пурне те Тума Пултараканӑн хӳттинче канлӗ тӑрать,</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: «тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!»</verse>
				<verse number="3">Вӑл сана сунарҫӑ танатинчен, вӗлерекен суранран хӑтарӗ,</verse>
				<verse number="4">сана Хӑйӗн тӗкӗсемпе хупӑрласа тӑрӗ, Унӑн ҫуначӗ айӗнче эсӗ шанчӑклӑ тӑрӑн; Унӑн шанчӑклӑхӗ — хулкан та хӳме.</verse>
				<verse number="5">Ҫӗрлехи сехметрен те, кӑнтӑрла вӗҫсе килекен ҫӗмренрен те,</verse>
				<verse number="6">сӗмлӗхре ҫӳрекен чиртен те, кӑнтӑр варринче хирекен муртан та хӑрамӑн.</verse>
				<verse number="7">Санӑн тавра пинӗпе ӳкӗҫ, санӑн сылтӑм енне вунӑ пинӗпе ӳкӗҫ; ҫавах сан патна ҫывӑхараймӗ:</verse>
				<verse number="8">эсӗ куҫупа анчах пӑхса тӑрӑн, усал ҫынсене тавӑрнине курса тӑрӑн.</verse>
				<verse number="9">Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн;</verse>
				<verse number="10">сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ:</verse>
				<verse number="11">Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ:</verse>
				<verse number="12">урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ;</verse>
				<verse number="13">аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.</verse>
				<verse number="14">«Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна.</verse>
				<verse number="15">Хама тархасласанах илтӗп ӑна; хурлӑхӗнче унпа пӗрле пулӑп; ӑна хӑтарӑп, ӑна асла кӑларӑп,</verse>
				<verse number="16">тӑранса ҫитиччен пурӑнтарӑп, ӑна Хам ҫӑлнине кӑтартӑп». Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="91">
				<verse number="1">Псалом. Шӑматкун юрламалли юрӑ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫана аслӑламашкӑн, Санӑн ятна мухтаса юрламашкӑн — ырӑ,</verse>
				<verse number="3">ирхине — Санӑн ырӑлӑхна, ҫӗрле Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерсе</verse>
				<verse number="4">вунӑ хӗлӗхлине тата псалтирь каласа, кӗсле каласа юрламашкӑн — ырӑ.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Ху мӗн пултарнипе савӑнтартӑн: эпӗ Санӑн аллу ӗҫӗсемшӗн хӗпӗртетӗп.</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗҫӳсем мӗнле аслӑ! Санӑн шухӑшусем епле калама ҫук тарӑн!</verse>
				<verse number="7">Ӑна ӑссӑр ҫын пӗлеймест, ӑнсӑр ҫын ӑнласа илеймест.</verse>
				<verse number="8">Ҫылӑхлӑ ҫынсем курӑк пек ӗрчеҫҫӗ пулин те, усал ӗҫ тӑвакансем чечекленеҫҫӗ пулин те, кайран ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе ҫухалаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫамӑм, ӗмӗрех аслӑ!</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫа, акӑ Санӑн тӑшманусем, акӑ Санӑн тӑшманусем пӗтеҫҫӗ, усал ӗҫ тӑвакансем пурте саланаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="11">манӑн мӑйракана вара Эсӗ хир вӑкӑрӗн мӑйраки пек ҫӗклентеретӗн, мана чи паха ҫу сӗртӗн;</verse>
				<verse number="12">куҫӑм тӑшманӑмсем ҫине пӗр шиксӗр пӑхать, хӑлхам хама тапӑнакан усал ҫынсем ҫинчен илтет.</verse>
				<verse number="13">Тӳрӗ ҫын пальма йывӑҫӗ пек ӳсет, хунав ярать, Ливан тӑвӗ ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек ҫӳле ҫӗкленет.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартнӑскерсем, Туррӑмӑр картишӗсенче чечек сарса лараҫҫӗ;</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа тӳрӗ пулнине, Вӑл манӑн тӗрекӗм пулнине, Унӑн тӗрӗс марри ҫуккине пӗлтерсе, вӗсем ватлӑхра та ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ, вӗсем сӗтеклӗ те ешӗл.</verse>
				<verse number="16"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="92">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа патшара ларать; Вӑл аслӑлӑх тӑхӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вӑй-хӑват тӑхӑннӑ, пилӗкне ҫыхнӑ: ҫавӑнпа тӗнче тӗреклӗ, вӑл хускалмӗ.</verse>
				<verse number="2">Санӑн аслӑ пукану ӗлӗкренех тӗреклӗ тӑрать: Эсӗ ӗмӗртен малтанах пур.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫа, шывсем ҫӗклеҫҫӗ, шывсем хӑйсен сассине ҫӗклеҫҫӗ, шывсем хумӗсене ҫӗклеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Анчах йышлӑ шывсен шавӗнчен те, тинӗссен вӑйлӑ хумӗнчен те вӑйлӑрах ҫӳлти Турӑ.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ пӗлтерни — чӑнах та шанчӑклӑ. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн Ҫурту ӗмӗрех сӑваплӑ тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="93">
				<verse number="1">Эй тавӑракан Турӑ, Ҫӳлхуҫа, эй тавӑракан Турӑ, Хӑвна кӑтартсам!</verse>
				<verse number="2">Эй тӗнче Тӳри, ҫӗкленсем, мӑнаҫлисене тивӗҫлипе тавӑр.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑҫанччен, ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑҫанччен иртӗхсе пурӑнӗҫ-ши?</verse>
				<verse number="4">Вӗсем ытла та чӑрсӑр палкаҫҫӗ; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем пурте хӑйсене асла хураҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">эй Ҫӳлхуҫа, вӗсем Санӑн халӑхна таптаҫҫӗ, Санӑн еткерне хӗсӗрлеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="6">тӑлӑх арӑма, ютран килнӗ ҫынна вӗлереҫҫӗ, тӑлӑх ачасене пӗтереҫҫӗ,</verse>
				<verse number="7">хӑйсем: «Ҫӳлхуҫа курмасть, Иаков Турри пӗлмест» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй ӑссӑр ҫынсем, тӑна кӗрӗр! эй ӑнсӑрсем, эсир хӑҫан ӑнласа илӗр-ши?</verse>
				<verse number="9">Хӑлха лартса параканӗ илтмӗ-и вара? куҫа тӑваканӗ курмӗ-и вара?</verse>
				<verse number="10">Халӑхсене ӑстӑн параканӗ питлемӗ-и вара? Ҫынна ӑса вӗрентекенӗ — Ҫӳлхуҫа —</verse>
				<verse number="11">этем шухӑшӗсене пӗлсе тӑрать.</verse>
				<verse number="12">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ӑса кӗртсе, Хӑвӑн саккунна вӗрентнӗ ҫын телейлӗ:</verse>
				<verse number="13">усал ҫын валли шӑтӑк алтса хатӗрличчен Эсӗ ӑна хӗн-хурлӑ кунӗсенче ҫапла лӑплантаратӑн!</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӗртсе ямӗ, Хӑйӗн еткерне пӑрахмӗ:</verse>
				<verse number="15">сут тӳрӗлӗх енне ҫаврӑнӗ, тӳрӗ чӗреллисем пурте ун хыҫҫӑн кайӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Усал ҫынсене маншӑн кам хирӗҫ тӑрӗ? йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене маншӑн кам хирӗҫ пырӗ?</verse>
				<verse number="17">Мана Ҫӳлхуҫа пулӑшман пулсассӑн, чунӑм часах шӑплӑх тӗнчине куҫатчӗ.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ: «ӗнтӗ ура такӑнать» тенӗ чухне, эй Ҫӳлхуҫамӑм, мана Санӑн ырӑлӑху хунтӑларӗ.</verse>
				<verse number="19">Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать.</verse>
				<verse number="20">Чуниллисен, саккуна пӑхӑнмасӑр пусмӑрлакансен, пуканӗ Санӑн ҫывӑхӑнта ларӗ-и?</verse>
				<verse number="21">Вӗсем тӳрӗ ҫын чунӗ ҫине эшкерӗпе тӑрӑнаҫҫӗ, айӑпсӑрринех айӑплаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Анчах Ҫӳлхуҫа манӑн хӳттӗм пулчӗ, Туррӑм тӗреклӗ хӳтлӗхӗм пулчӗ,</verse>
				<verse number="23">Вӑл вӗсен йӗркесӗр ӗҫне хӑйсем ҫинех ҫитерчӗ, вӗсене хӑйсен усаллӑхӗпех пӗтерчӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр вӗсене пӗтерчӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="94">
				<verse number="1">Килӗр, Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлар, [Турра,] хамӑрӑн ҫӑлӑнӑҫ тӗрекне, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илсе, аслӑлар;</verse>
				<verse number="2">Унӑн умне Ӑна мухтаса пырса тӑрар, Ӑна юрӑсем юрласа, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илсе, аслӑлар,</verse>
				<verse number="3">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа — аслӑ Турӑ, Вӑл — пур турӑран та аслӑ Патша.</verse>
				<verse number="4">Унӑн аллинче — ҫӗрӗн тӗпӗ-йӗрӗ, тусен тӑррисем те — Унӑнах;</verse>
				<verse number="5">тинӗс те — Унӑнах, Вӑл пултарнӑ ӑна, типӗ ҫӗре те Унӑн аллиех пултарнӑ.</verse>
				<verse number="6">Килӗр, Ҫӳлхуҫана — хамӑра пултарнӑ Турра — пуҫҫапар, ӳксе пуҫҫапар, Ун умӗнче чӗркуҫҫи ҫине тӑрар:</verse>
				<verse number="7">Вӑл — пирӗн Туррӑмӑр, эпир — Унӑн кӗтӳлӗхӗнчи халӑх, Унӑн аллинчи сурӑхсем. Ах, эсир халӗ Унӑн сассине илтес пулсанччӗ:</verse>
				<verse number="8">«чӗрӗре Мерива патӗнче, пушхирте Масса кунӗнче хаярлатнӑ пек ан хаярлатӑр,</verse>
				<verse number="9">унта Мана сирӗн аҫӑрсем сӑнарӗҫ, Мана сӑнарӗҫ-тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем вара Манӑн ӗҫӗме курчӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫав ӑру Мана хӗрӗх ҫул вӗчӗрхентерчӗ, вара каларӑм: ку — чӗри аташакан халӑх; вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ, терӗм,</verse>
				<verse number="11">ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ, терӗм».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="95">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр;</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне аслӑлӑр, Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр;</verse>
				<verse number="3">халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен, пур тӗрлӗ йӑх хушшинче Унӑн кӗтречӗсем ҫинчен пӗлтерӗр:</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа аслӑ, Ӑна пурте мухтавлаҫҫӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ.</verse>
				<verse number="5">Халӑхсенӗн туррисем пурте — йӗрӗх, Ҫӳлхуҫа вара тӳпене пултарнӑ.</verse>
				<verse number="6">Унӑн умӗнче — мухтавлӑх та аслӑлӑх, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем.</verse>
				<verse number="7">Эй халӑхсенӗн ӑрӑвӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем;</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр, парнӗрсене илӗр те Унӑн картишӗсене кӗрӗр;</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫана Унӑн чаплӑ сӑваплӑ Ҫуртӗнче пуҫҫапӑр. Эй ҫут тӗнче, Унӑн умӗнче чӗтӗресе тӑр!</verse>
				<verse number="10">Калӑр халӑхсене: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! ҫавӑнпа тӗнче тӗреклӗ тӑрать, вӑл хускалмӗ. Вӑл халӑхсене тӳррипе сут тӑвӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр; тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те шавлаччӑр; хир те, унта мӗн пурри те пурте савӑнччӑр, вӑрман йывӑҫӗсем те пурте хавасланччӑр: килет, ҫӗре сут тума килет. Вӑл тӗнчене тӳрӗлӗхпе сут тӑвӗ, халӑхсене чӑнлӑхӗпе сут тӑвӗ.</verse>
				<verse number="12"></verse>
				<verse number="13"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="96">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа патшара ларать: ҫӗр савӑнтӑр; нумай-нумай утрав хӗпӗртентӗр.</verse>
				<verse number="2">Унӑн тавра — хура пӗлӗт те сӗмлӗх; Ун аслӑ пуканӗн никӗсӗ — тӳрӗлӗх те сут.</verse>
				<verse number="3">Ун умӗнчен вут-ҫулӑм пырать, йӗри-тавра Унӑн тӑшманӗсене вӗтелет.</verse>
				<verse number="4">Унӑн ҫиҫӗмӗсем тӗнчене ҫутатаҫҫӗ; ҫӗр ҫавна курса чӗтӗресе тӑрать.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа умӗнче, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫи умӗнче, тусем ӑвӑс пек ирӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Тӳпе Унӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерет, халӑхсем пурте Унӑн мухтавлӑхне курса тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Кӗлеткесене пуҫҫапакансем, йӗрӗхсемпе мухтанакансем пурте намӑсланччӑр. Эй турӑсем, пурте Ӑна пуҫҫапӑр.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа, Сион илтсе савӑнса тӑрать, Иуда хӗрӗсем те Санӑн тӳрӗ сутусемшӗн хӗпӗртеҫҫӗ:</verse>
				<verse number="9">Эсӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Эсӗ пур турӑран та аслӑ.</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫана юратакансем, усала курайми пулӑр! Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн чунӗсене сыхлать; вӗсене йӗркесӗр ҫын аллинчен хӑтарать.</verse>
				<verse number="11">Тӳрӗ ҫынна ҫутӑ ҫутатса тӑрать, таса чӗреллисене савӑнӑҫ ҫутатать.</verse>
				<verse number="12">Эй таса ҫынсем, Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑр, Унӑн сӑваплӑхне асӑнса аслӑлӑр. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="97">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр: Вӑл кӗтретсем пултарчӗ. Сылтӑм аллийӗ, таса вӑй-хӑвачӗ ҫӗнтерӳ Ӑна кӳчӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫӑлнине кӑтартрӗ, халӑхсем умӗнче Хӑйӗн тӳрӗлӗхне пӗлтерчӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл Хӑйӗн [Иакова] кӑтартас ырӑлӑхне, Израиль килне пӗлтерес тӳрӗлӗхне асне илчӗ. Пирӗн Турӑ ҫӑлнине тӗнченӗн пур вӗҫӗ-хӗррийӗ курчӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр; хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, савӑнӑр, хӗпӗртӗр, юрлӑр;</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана кӗсле каласа мухтӑр, кӗсле каласа, псалом юрласа мухтавлӑр;</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа Патша умӗнче трупа кӑшкӑртса, мӑйрака кӑшкӑртса хавасланӑр.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа умӗнче тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те, тӗнче те, тӗнчере пурӑнаканнисем те пурте кӗрлеччӗр;</verse>
				<verse number="8">ҫырмасем алӑ ҫупчӑр, вӗсемпе пӗрле тусем те савӑнччӑр:</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн тесессӗн Вӑл тӗнчене сут тума килет. Вӑл тӗнчене тӳррипе сут тӑвӗ, халӑхсене тӗрӗс сут тӑвӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="98">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа патшара ларать: халӑхсем чӗтреҫҫӗ! Вӑл херувимсем ҫинче ларать: ҫӗр кисренсе тӑрать!</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Сион ҫинче аслӑ, Вӑл пур халӑхсене тытса тӑрать.</verse>
				<verse number="3">Санӑн аслӑ та хӑрушӑ ятна аслӑлаччӑр: Вӑл — сӑваплӑ!</verse>
				<verse number="4">Патшанӑн чысӗ тӗрӗс сут тунине кӑмӑллать. Эсӗ тӗрӗслӗхе ҫирӗплетрӗн; Иакова Эсӗ тӗрӗс сутпа тӳрӗлӗх кӑтартрӑн.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, аслӑласа мухтӑр, Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапӑр: Вӑл — сӑваплӑ!</verse>
				<verse number="6">Моисейпе Аарон священниксем хушшинче, Самуил Унӑн ятне асӑнакансем хушшинче Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене тӑнланӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсемпе Вӑл пӗлӗт юпа ӑшӗнчен калаҫнӑ; вӗсем Унӑн ӳкӗчӗсене, хӑйсене панӑ йӗркене уяса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эй Туррӑмӑр! Эсӗ вӗсене тӑнланӑ; Эсӗ вӗсемшӗн каҫаракан Турӑ, усал ӗҫӗсене кура хаса паракан Турӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, аслӑласа мухтӑр, Ӑна Хӑйӗн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче пуҫҫапӑр: Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн Туррӑмӑр — сӑваплӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="99">
				<verse number="1">Эй пӗтӗм тӗнче, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр!</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫашӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрӑр; Унӑн умне юрласа, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра пырӑр!</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, пире Вӑл пултарнине, эпир Унӑн иккенне, Унӑн халӑхӗ, Унӑн кӗтӳлӗхӗнчи сурӑхсем иккенне пӗлсе ҫитӗр.</verse>
				<verse number="4">Унӑн хапхинчен Ӑна аслӑласа кӗрӗр, Унӑн картишне мухтав юрри юрласа кӗрӗр. Ӑна аслӑлӑр, Унӑн ятне мухтавлӑр:</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа — ырӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе, Унӑн шанчӑклӑхӗ — сыпӑкран сыпӑка.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="100">
				<verse number="1">Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗхе асӑнса юрлӑп; эй Ҫӳлхуҫа, Сана мухтаса юрлӑп.</verse>
				<verse number="2">Айӑпсӑр ҫул ҫинчен тимлесех шухӑшлӑп: «ман патӑма хӑҫан килӗн-ши Эсӗ?» Хамӑн килӗм-ҫуртӑмра таса чӗрепе эпӗ ҫӳрӗп.</verse>
				<verse number="3">Куҫӑма эпӗ ирсӗр япала ҫине пӑхма памӑп; эпӗ йӗркесӗр ӗҫе кураймастӑп: вӑл ман ҫума ҫыпӑҫаймӗ.</verse>
				<verse number="4">Пӑсӑк чӗре манран аякра тӑрӗ; эпӗ усал-хаяра пӗлмӗп.</verse>
				<verse number="5">Ҫывӑх ҫынни ҫинчен вӑрттӑн элек паракана пӗтерӗп; ҫӳлтен пӑхакана, мӑнаҫлӑ чӗреллине чӑтса тӑмӑп.</verse>
				<verse number="6">Куҫӑм ҫӗр ҫинчи тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать: ӗнтӗ ман ҫумӑмра ҫавсем пулччӑр; кам айӑпсӑр ҫулпа ҫӳрет, маншӑн ҫавӑ ӗҫлесе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="7">Ултавҫӑ чее ҫын ман ҫуртӑмра пурӑнаймӗ; суя калаҫакан манӑн куҫӑм умӗнче тӑраймӗ.</verse>
				<verse number="8">Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те Ҫӳлхуҫа хулинчен тӗппипех кӑкламашкӑн ҫӗр ҫинчи пӗтӗм ҫылӑхлӑ ҫынна иртен-ир пӗтерме пуҫлӑп. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="101">
				<verse number="1">Асап тӳсекен ҫын йывӑр самантра Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн хуйхи-суйхине уҫса панӑ чухнехи кӗлӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Сан патна ҫитинччӗ.</verse>
				<verse number="3">Асаплӑ кунӑмра Хӑвӑн сӑнна манран ан пытарсамччӗ; [Хӑвна] тархасланӑ кун мана часрах илтсемччӗ, хӑлхуна ман енне тайсамччӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӗнтӗ кунӑмсем тӗтӗм пек ҫухалчӗҫ, шӑммӑм-шаккӑм вутпуҫҫи пек тӑрса юлчӗ;</verse>
				<verse number="5">чӗрем курӑк евӗр касӑлчӗ, хӑрӑнчӗ, ҫӑкӑр ҫиме те манса каятӑп;</verse>
				<verse number="6">ахлата-ахлата йынӑшнипе ӳтӗм-тирӗм шӑммӑм ҫумнех ҫыпӑҫӑнчӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ пушхирти тӑмана евӗрлӗ пултӑм; ишӗлчӗк ҫинчи ӳхӗ пек тӑрса юлтӑм;</verse>
				<verse number="8">ӗнтӗ ҫывӑраймастӑп, ҫурт тӑрринчи пӗр-пӗччен кайӑк пек ларатӑп.</verse>
				<verse number="9">Тӑшманӑмсем мана куллен-кун хӑртаҫҫӗ, мана курайманнисем ман ятпа ылханаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ ҫӑкӑр вырӑнне кӗл ҫиетӗп, ӗҫекен шывӑма куҫҫулӗпе хутӑштаратӑп:</verse>
				<verse number="11">ҫакӑ Эсӗ ҫилленнипе, Эсӗ тарӑхнипе пулчӗ; Эсӗ мана ҫӳле ҫӗклерӗн те — аяла ӳкертӗн.</verse>
				<verse number="12">Манӑн кунӑмсем — шуса иртекен ӗмӗлке пек; эпӗ курӑк пек хӑрӑнтӑм.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа, ӗмӗрех патша пуканӗ ҫинче ларатӑн, Сана сыпӑкран сыпӑка асӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ тӑрӑн та — Сиона хӗрхенӗн: ӑна хӗрхенме вӑхӑт ӗнтӗ, вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ:</verse>
				<verse number="15">Санӑн чурусем унӑн чулӗсене те юратакан пулчӗҫ, унӑн тусанне те хӗрхенеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара халӑхсем Ҫӳлхуҫа ятӗнчен хӑраса ӳкӗҫ, ҫӗр патшисем пурте Санӑн мухтавлӑхунтан сехӗрленӗҫ:</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Сиона ҫӗнӗрен туса лартӗ, Хӑйӗн мухтавлӑхӗпе курӑнӗ;</verse>
				<verse number="18">мӗскӗнсенӗн кӗлли ҫине хӗрхенсе пӑхӗ, вӗсем тархасланине ахаль хӑвармӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫакӑн ҫинчен килес ӑру валли ҫырса хурӗҫ, вара пулас ӑрусем Ҫӳлхуҫана мухтавлӗҫ:</verse>
				<verse number="20">касмӑкрисем йынӑшнине илтесшӗн, вӗлерес ывӑлсене хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти сӑваплӑ вырӑнӗнчен пӗшкӗнсе пӑхрӗ, Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫӗр ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ:</verse>
				<verse number="21"></verse>
				<verse number="22">халӑхсемпе патшалӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме пӗрле пухӑнсассӑн, вӗсем Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ятне, Иерусалимра Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерччӗр терӗ.</verse>
				<verse number="23"></verse>
				<verse number="24">Пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫинче Вӑл манӑн вӑйӑма хавшатрӗ, кунҫулӑма кӗскетрӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫапла калатӑп: эй Турӑҫӑм! ҫур ӗмӗрӗмрех илсе ан кайсам мана, Санӑн куну-ҫулусем сыпӑкран сыпӑка пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">[Эй Ҫӳлхуҫа,] Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ;</verse>
				<verse number="27">вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ, Эсӗ вӗсене тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ;</verse>
				<verse number="28">Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук.</verse>
				<verse number="29">Санӑн чурусен ывӑлӗсем ҫакӑнта пурӑнӗҫ, вӗсен вӑрлӑхӗ Сан умӑнта тӗреклӗ тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="102">
				<verse number="1">Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм, Унӑн сӑваплӑ ятне аслӑла.</verse>
				<verse number="2">Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, Вӑл тунӑ ырӑлӑхсене пӗрне те ан манӑҫла.</verse>
				<verse number="3">Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пурне те каҫарать, сана пӗтӗм чир-чӗртен сыватать;</verse>
				<verse number="4">пурӑнӑҫна вилӗмрен хӑтарать, хӗрхенекен кӑмӑлӗпе сана тулли ырӑлӑх кӑтартать;</verse>
				<verse number="5">ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне ҫитерет: ӗнтӗ ҫамрӑклӑху ӑмӑрткайӑк пек ҫӗнелет.</verse>
				<verse number="6">Хурлӑха юлнисене пурне те хӳтӗлесе Ҫӳлхуҫа тӗрӗс сут тӑвать, тӳррине тӑвать.</verse>
				<verse number="7">Вӑл Моисее Хӑйӗн ҫулӗсене, Израиль ывӑлӗсене Хӑйӗн ӗҫӗсене кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ:</verse>
				<verse number="9">вӗҫне ҫитиех ҫилленсе каймасть, ӗмӗрех тарӑхса тӑмасть.</verse>
				<verse number="10">Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть:</verse>
				<verse number="11">ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, [Ҫӳлхуҫанӑн] ырӑлӑхӗ Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк;</verse>
				<verse number="12">тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ;</verse>
				<verse number="13">ашшӗ ачисене хӗрхеннӗ пек, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене ҫапла хӗрхенет:</verse>
				<verse number="14">Вӑл эпир мӗнрен пулнине пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать.</verse>
				<verse number="15">Этем кунҫулӗ — курӑк пек; вӑл хирти чечек пек чечекленет.</verse>
				<verse number="16">Ун ҫийӗн ҫил иртсе каять те, вӑл — ҫук та, вӑл ӳснӗ вырӑна та тупаймӑн.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗ вара Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ӗмӗртен ӗмӗре пырать,</verse>
				<verse number="18">Унӑн тивлечӗ Унӑн халалне упракансен, Унӑн ӳкӗчӗсене астуса-уяса тӑракансен ывӑлӗсенӗн ывӑлӗсене ҫитет.</verse>
				<verse number="19">Хӑйӗн аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫа тӳпене лартнӑ, Унӑн патшалӑхӗ пурне те тытса тӑрать.</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫанӑн Ангелӗсем — вӑй-хӑватлисем, Вӑл каланине, Унӑн сӑмахне итлесе, Унӑн сӑмахне туса тӑракансем — [пурсӑр та] Ҫӳлхуҫана мухтӑр;</verse>
				<verse number="21">эй Унӑн пӗтӗм ҫарӗ — Ӑна ӗҫлесе тӑракансем, Унӑн ирӗкне туса тӑракансем — пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтӑр;</verse>
				<verse number="22">эй Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ, Унӑн патшалӑхӗнче пурсӑр та пур ҫӗрте те Ҫӳлхуҫана мухтӑр. Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="103">
				<verse number="1">Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта! эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! Эсӗ тӗлӗнмелле аслӑ, Эсӗ мухтавлӑхпа аслӑлӑх тӑхӑннӑ;</verse>
				<verse number="2">Эсӗ риза вырӑнне ҫутӑ тӑхӑнатӑн, тӳпене чатӑр пек каратӑн;</verse>
				<verse number="3">ҫӳлти пӳлӗмӳсене шывсем ҫине туса лартатӑн, пӗлӗтсене Хӑвӑн урапу тӑватӑн, ҫил ҫуначӗсем ҫинче пыратӑн.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ сывлӑшсене Хӑвӑн ангелусем тӑватӑн, ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑма Хӑвна ӗҫлесе тӑракансем тӑватӑн.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ ҫӗре тӗреклӗ никӗс ҫине вырӑнаҫтарнӑ: вӑл ӗмӗр-ӗмӗрне те хускалмӗ.</verse>
				<verse number="6">Тӗпсӗр шыв ӑна тумтирпе витнӗ пек витнӗ; тусем ҫинче шывсем тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="7">Эсӗ хӑтӑрса илнипе вӗсем чупаҫҫӗ, аслатийӳ сассине илтсе хӑвӑрт каяҫҫӗ;</verse>
				<verse number="8">тусем ҫине хӑпараҫҫӗ, айлӑмсене — Эсӗ вӗсем валли палӑртнӑ тӗле — анаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ чиккине кӑтартнӑ, вӗсем унтан иртес ҫук, ҫӗре хуплама та каялла килес ҫук.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ ҫӑлсене айлӑмсем тӑрӑх янӑ: тусем хушшипе [шывсем] юхаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="11">пур тӗрлӗ хир кайӑкне те шӑвараҫҫӗ; хир ашакӗсем ӗҫсе ӑшне кантараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсен таврашӗнче вӗҫен кайӑксем пурӑнаҫҫӗ, туратсем хушшинче чӗвӗлтетеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ тусене ҫӳлтен шӑваратӑн, Санӑн ӗҫӳсенӗн ырӑлӑхӗпе ҫӗр тӑранать.</verse>
				<verse number="14">Ҫӗртен ҫимӗҫ кӑлармашкӑн Эсӗ выльӑх-чӗрлӗх валли курӑк ӳстеретӗн, ӗҫ ӗҫлемешкӗн этем валли калча ҫитӗнтеретӗн,</verse>
				<verse number="15">этем чунне савӑнтаракан эрех, унӑн сӑнне ҫутатакан йывӑҫ ҫӑвӗ, этем чӗрине вӑй кӗртекен ҫӑкӑр пултаратӑн.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа йывӑҫӗсем — Вӑл лартнӑ Ливан кедрӗсем — шывран тӑранаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="17">вӗсем ҫинче кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ: чӑрӑшсем ҫинче — аист йӑви,</verse>
				<verse number="18">ҫӳллӗ тусем ҫинче — ту качакисем; чул хысаксем — мулкачсене пытанмашкӑн.</verse>
				<verse number="19">Уйӑха Вӑл вӑхӑт кӑтартмашкӑн пултарнӑ, хӗвел те хӑй анӑҫне пӗлет.</verse>
				<verse number="20">Эсӗ сӗмлӗхе саратӑн та — каҫ пулать: вӑл вӑхӑтра вӑрманти пӗтӗм тискер кайӑк ҫӳрет;</verse>
				<verse number="21">арӑслансем тупӑшшӑн ахӑраҫҫӗ, хӑйсем валли Турӑран апат ыйтаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Хӗвел тухать те — вӗсем пуҫтарӑнса шӑтӑкне кӗрсе выртаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="23">этем хӑй ӗҫне тума тухать, мӗн каҫченех хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланать.</verse>
				<verse number="24">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗҫӳсем ытла та нумай-ҫке! Эсӗ пурне те ӑслӑлӑхпа пултарнӑ; ҫӗр Эсӗ мӗн пултарнипе тулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Акӑ тинӗс — аслӑ та сарлака вӑл: унта чӗрчунсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вӗтти те, шултӑри те — имӗ-сумӗ те ҫук;</verse>
				<verse number="26">унта карапсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, унта — Эсӗ тинӗсре вылямашкӑн пултарнӑ ҫав левиафан та.</verse>
				<verse number="27">Пурте вӗсем Санран кирлӗ вӑхӑтра апат парасса кӗтеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Паратӑн та — илеҫҫӗ, аллуна уҫатӑн та — ырӑлӑхупа тӑранаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="29">Хӑвӑн сӑнна кӑтартмастӑн та — аптӑраса ӳкеҫҫӗ, сывлан сывлӑшне илетӗн те — вилеҫҫӗ, каллех тӑпра пулаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="30">Хӑвӑн сывлӑшна яратӑн та — чӗрӗлеҫҫӗ, ҫапла Эсӗ ҫӗр питне ҫӗнететӗн.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫана ӗмӗрех мухтав пултӑр; Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн савӑнтӑр!</verse>
				<verse number="32">Вӑл ҫӗр ҫине пӑхать те — ҫӗр чӗтренет; тусене сӗртӗнет те — вӗсенчен тӗтӗм тухать.</verse>
				<verse number="33">Ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлам, хам пурӑннӑ чухне Туррӑма кӗвӗ каласа мухтам.</verse>
				<verse number="34">Манӑн юррӑм Ӑна кӑмӑллӑ пулинччӗ; вара эпӗ Унпа пӗрле савӑнӑп.</verse>
				<verse number="35">Ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫӗр ҫинчен ҫухалччӑр, йӗркесӗр ҫынсем малашне ан пулччӑр. Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта! Аллилуия! Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="104">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр; Унӑн ятне асӑнӑр; халӑхсем хушшинче Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗр;</verse>
				<verse number="2">Ӑна мухтавлӑр, Ӑна мухтаса юрлӑр; Унӑн мӗнпур кӗтречӗ ҫинчен каласа кӑтартӑр.</verse>
				<verse number="3">Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫана, Унӑн вӑй-хӑватне шырӑр, яланах Унӑн сӑнне шырӑр.</verse>
				<verse number="5">Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр,</verse>
				<verse number="6">эсир — Авраам вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем.</verse>
				<verse number="7">Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: пӗтӗм ҫӗр ҫинче Унӑн йӗркисем.</verse>
				<verse number="8">Вӑл Хӑйӗн халалне — Авраампа хывнӑ халалне, пин-пин сыпӑк валли каланӑ сӑмахне — тата Хӑй Исаака тупа тунине ӗмӗрӗпе астӑвать.</verse>
				<verse number="9"></verse>
				<verse number="10">Ҫавна Вӑл Иаковшӑн саккун тунӑ, Израильшӗн ӗмӗрлӗх халал туса хунӑ:</verse>
				<verse number="11">«сана Ханаан ҫӗрне еткерлӗхе парӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ чухнех, унта ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ чухнех,</verse>
				<verse number="13">пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран урӑх ӑру хушшине куҫса ҫӳренӗ чухнех</verse>
				<verse number="14">вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ:</verse>
				<verse number="15">«Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ӗнтӗ ҫӗр ҫине выҫлӑх янӑ; сыхлӑх тырра та пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсен умӗнчен ҫын янӑ: Иосифа чуралӑха сутса янӑ.</verse>
				<verse number="18">Унӑн сӑмахӗ тӳрре тухиччен ӑна Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ сӑнанӑ: урине тӑлланӑ, мӑйне тимӗр мӑйкӑч тӑхӑнтартнӑ.</verse>
				<verse number="19"></verse>
				<verse number="20">Патша ҫын янӑ та унӑн тӑллине хывтарнӑ, халӑхсене тытса тӑраканӗ ӑна ирӗке кӑларнӑ;</verse>
				<verse number="21">ӑна хӑйӗн килӗ-ҫуртӗнче асли туса хунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине пӑхса тӑраканӗ тунӑ:</verse>
				<verse number="22">патша улпучӗсене хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек ӑс патӑр, аслӑ ҫыннисене ӑслӑлӑха вӗренттӗр тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Унтан Израиль Египет ҫӗрне пырса ҫитнӗ, Хам ҫӗрӗнче Иаков ют халӑх пек пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="24">Хӑйӗн халӑхне Турӑ питех те ӗрчетнӗ, ӑна тӑшманӗсенчен вӑйлӑрах тунӑ.</verse>
				<verse number="25">Тӑшманӗсен чӗрисене Хӑйӗн халӑхне курайми тунӑ, Хӑйӗн чурисене хирӗҫ вӗсене чее шухӑш тыттарнӑ.</verse>
				<verse number="26">Унтан Моисее, Хӑйӗн чурине, тата Хӑй суйласа илнӗ Аарона янӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсем вара халӑх хушшинче Хам ҫӗрӗнче Турӑ паллисене, [Унӑн] кӗтречӗсене кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӑл сӗмлӗх янӑ та — сӗм тӗттӗм пулса тӑнӑ, анчах лешӗсем Унӑн сӑмахне итлемен.</verse>
				<verse number="29">Вӗсен шывне юн тунӑ та — пӗтӗм пуллине пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="30">Вӗсен ҫӗрӗ ҫине шапа тухса тулнӑ, патшисем ҫывӑракан пӳлӗме те шапа кӗнӗ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл каланӑ та — тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ ҫитсе тулнӑ, вӗсен пӗтӗм ҫӗрне ӳпре сӑрса илнӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӗсем ҫине ҫумӑр вырӑнне пӑр, ҫӗрӗ ҫине ҫунтаракан вут-ҫулӑм янӑ,</verse>
				<verse number="33">вӗсен ҫӗрӗнчи иҫӗм йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене пӑр ҫапнӑ, пур йывӑҫа та хуҫса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="34">Каланӑ та — шутсӑр йышлӑ хӗрлӗ шӑрчӑк, хурт килсе тулнӑ;</verse>
				<verse number="35">вӗсен ҫӗрӗнчи пӗтӗм курӑка ҫисе янӑ, вӗсен хирӗнчи пӗтӗм ҫимӗҫе ҫисе пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="36">Вӗсен ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене, вӗсен вӑйӗн пуҫламӑшне, пурне те хирсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="37">Израиль ҫыннисене ылтӑнлӑ-кӗмӗллӗ кӑларнӑ, вӗсен йӑхӗсенче такӑнакан ҫын та пулман.</verse>
				<verse number="38">Египет ӗнтӗ вӗсем тухса кайнӑшӑн савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗсенчен хӑраса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="39">[Вӗсене] витсе пымашкӑн пӗлӗт карнӑ, ҫӗрле ҫутатмашкӑн [вӗсем валли] вут-ҫулӑм янӑ.</verse>
				<verse number="40">Вӗсем ыйтнӑ та — Вӑл путенесем ярса панӑ, вӗсене ҫӳлти ҫӑкӑрпа тӑрантарнӑ.</verse>
				<verse number="41">Чула ҫапса ҫурнӑ та — шыв палкаса тухнӑ, пушхир тӑрӑх ҫырма пек юхса кайнӑ,</verse>
				<verse number="42">мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ сӑмахне асне илнӗ, Авраама, Хӑйӗн чурине, асне илнӗ,</verse>
				<verse number="43">Хӑйӗн халӑхне савӑнтарса, Хӑй суйланӑ ҫыннисене хаваслантарса кӑларнӑ,</verse>
				<verse number="44">вӗсене халӑхсенӗн ҫӗрӗсене панӑ, вӗсем ют ӑрусем ӗҫлесе тунине еткерлӗхе илнӗ:</verse>
				<verse number="45">вӗсен вара Вӑл панӑ йӗркесене, Унӑн саккунне уяса пурӑнмалла пулнӑ. Аллилуия! Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="105">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫанӑн хӑватлӑхӗ ҫинчен кам каласа парайӗ, Ӑна тивӗҫлӗ мухтава кам пӗлтерме пултарайӗ?</verse>
				<verse number="3">Тӗрӗс сут тӑвакансем, кирек хӑҫан та тӳррине тӑвакансем телейлӗ!</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн халӑхна кӑмӑл туса, мана асна илсемччӗ; мана килсе ҫӑлсамччӗ:</verse>
				<verse number="5">манӑн Эсӗ суйласа илнисем куракан ырӑлӑха курасчӗ, Санӑн халӑхун савӑнӑҫӗпе савӑнасчӗ, Санӑн еткерӳпе пӗрле мухтанасчӗ.</verse>
				<verse number="6">Эпир аттемӗрсемпе пӗрле ҫылӑха кӗтӗмӗр, ҫылӑха кӗтӗмӗр, тӳрӗ мар ӗҫсем турӑмӑр.</verse>
				<verse number="7">Пирӗн аттесем Египетра Санӑн кӗтретӳсене ӑнласа илмен, Санӑн темӗн чухлӗ ырӑлӑхна асра тытман, тинӗс хӗрринче, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче, пӑлхав хускатнӑ.</verse>
				<verse number="8">Хӑйӗн хӑватлӑхне кӑтартас тесе Вӑл вӗсене Хӑйӗн ячӗшӗн хӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="9">Хӗрлӗ тинӗсе хӑтӑрса илнӗ те — вӑл типсе ларнӑ; вӗсене тӗпсӗр вырӑн урлӑ типӗ ҫӗрпе каҫарнӑ пек каҫарнӑ;</verse>
				<verse number="10">вӗсене курайман ҫын аллинчен ҫӑлнӑ, тӑшман аллинчен хӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсенӗн тӑшманӗсене шыв хупласа хунӑ: вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлман.</verse>
				<verse number="12">Вара вӗсем Унӑн сӑмахне ӗненнӗ те Ӑна тав туса мухтав юрри юрланӑ.</verse>
				<verse number="13">Анчах Унӑн ӗҫӗсене часах манӑҫа хӑварнӑ, Унӑн ирӗкне кӗтсе илмен;</verse>
				<verse number="14">пушхирте хӑйсен екки хыҫҫӑн кайнӑ, ҫын пурӑнман ҫӗрте Турра сӑнанӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл вӗсене хӑйсем мӗн ыйтнине панӑ, анчах чунӗсене хӗн-асап кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="16">Тапӑрта вӗсем Моисее тата Аарона, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ ҫыннине, ӑмсаннӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ та — Дафана ҫӑтса янӑ, Авирон эшкерне хупласа хунӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсен эшкерне вут хыпса илнӗ, усал ҫынсене ҫулӑм пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="19">Хорив тӑвӗ патӗнче пӑру кӗлетки тунӑ, шӑратса тунӑ кӗлеткене пуҫҫапнӑ;</verse>
				<verse number="20">хӑйсенӗн чапне курӑк ҫиекен вӑкӑр кӗлеткипе улӑштарнӑ.</verse>
				<verse number="21">Турра — хӑйсене Ҫӑлакана, Египетра аслӑ ӗҫ тунӑскере,</verse>
				<verse number="22">Хам ҫӗрӗнче тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑскере, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче хӑрушӑ ӗҫ тунӑскере — манӑҫа хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="23">Моисей — Хӑйӗн суйласа илнӗ ҫынни — [вӗсене] пӗтересрен Унӑн хаярлӑхне сиресшӗн Унӑн умне, Унпа халӑх хушшине, тӑман пулсассӑн, Вӑл вӗсене пӗтеретчӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем хӑйсем ӗмӗтленнӗ ҫӗрне тиркенӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне ӗненмен;</verse>
				<verse number="25">чатӑрӗсенче ӳпкелешсе калаҫнӑ, Ҫӳлхуҫанӑн сассине итлемен.</verse>
				<verse number="26">Вӑл вара вӗсем ҫине аллине ҫӗкленӗ: вӗсене пушхиртех пӗтерес,</verse>
				<verse number="27">вӗсен йӑхне халӑхсем хушшине сапалас, вӗсене тӗрлӗ ҫӗре салатса ярас тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем Ваалфегора иленнӗ, чунсӑррисене чӳк тунӑ ҫимӗҫе ҫинӗ,</verse>
				<verse number="29">хӑйсен ӗҫӗсемпе Турра тарӑхтарнӑ, ҫавӑнпа вӗсене этем мурӗ ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="30">Финеес тӑнӑ та — тӳрӗ сут тунӑ, вара мур чирӗ чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="31">Унӑн ҫак ӗҫне сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗрлӗхе пыракан тӳрӗлӗх вырӑнне хунӑ.</verse>
				<verse number="32">Мерива шывӗ хӗрринче Турра ҫиллентернӗ, вӗсем пирки Моисейӗн те тӳсме тивнӗ:</verse>
				<verse number="33">вӗсем унӑн чунне пӑлхантарнӑ та, вӑл чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫылӑха кӗнӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӗсем Ҫӳлхуҫа пӗтерме каланӑ халӑхсене пӗтермен,</verse>
				<verse number="35">суя тӗнлисемпе хутшӑнса кайнӑ, вӗсен ӗҫӗсене тума вӗренсе ҫитнӗ;</verse>
				<verse number="36">вӗсен йӗрӗхӗсене пуҫҫапса пурӑннӑ, ӗнтӗ ҫавсем вӗсемшӗн таната пулнӑ,</verse>
				<verse number="37">хӑйсенӗн ывӑлӗсене, хӑйсенӗн хӗрӗсене вӗсем шуйттансене чӳкленӗ;</verse>
				<verse number="38">Ханаан йӗрӗхӗсене ҫапла чӳк туса, айӑпсӑр юна, ывӑлӗсемпе хӗрӗсен юнне, тӑкса пурӑннӑ — юн тӑкнипе ҫӗр ирсӗрленнӗ;</verse>
				<verse number="39">хӑйсен ӗҫӗсемпе хӑйсене ирсӗрлетнӗ, аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="40">Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне ҫилленсе ҫитнӗ, Хӑйӗн еткерӗнчен йӗрӗннӗ,</verse>
				<verse number="41">вӗсене суя тӗнлисен аллине ӳкернӗ, вӗсене хӑйсене курайманнисем тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="42">Ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене хӗсӗрленӗ, вӗсем ҫавсен аллинче йӑвашланнӑ.</verse>
				<verse number="43">Вӑл вӗсене нумай хутчен хӑтарнӑ; вӗсем вара [Ӑна] хӑйсен ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе хирӗҫ тӑнӑ, хӑйсен ҫылӑхӗсем ӑшне путнӑ.</verse>
				<verse number="44">Вӑл вара вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтсессӗн вӗсен асапӗ ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ,</verse>
				<verse number="45">вӗсемпе хывнӑ халалне вӗсемшӗн асне илнӗ, вӗҫӗмсӗр ырӑлӑхне пула шухӑшне улӑштарнӑ;</verse>
				<verse number="46">тыткӑна илекенӗсен кӑмӑлне ҫемҫетнӗ, вӗсене хӗрхенекен тунӑ.</verse>
				<verse number="47">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, ҫӑлсамччӗ пире, Хӑвӑн сӑваплӑ ятна аслӑламашкӑн, Хӑвӑн мухтавлӑхупа мухтанмашкӑн халӑхсем хушшинчен пуҫтарсамччӗ пире.</verse>
				<verse number="48">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӗмӗртен ӗмӗре мухтавлӑ! Пӗтӗм халӑх: аминь! тетӗр. Аллилуия! Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="106">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе!</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа хӑтарнисем ҫапла калаччӑр: Вӑл вӗсене хӗн-хурлӑх асапӗнчен хӑтарнӑ,</verse>
				<verse number="3">тӗрлӗ ҫӗршывран, тухӑҫпа анӑҫ енчен, ҫурҫӗрпе тинӗс енчен пуҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем пушхирте ҫын пурӑнман ҫӗрте аташса ҫӳренӗ, ҫын пурӑнакан хула енне каякан ҫула тупайман;</verse>
				<verse number="5">выҫлӑх тӳснӗ, шывшӑн антӑхнӑ, ӗнтӗ чунӗсем хавшаса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="6">Хӗн-хурлӑхра вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене асапран хӑтарнӑ,</verse>
				<verse number="7">ҫын пурӑнакан хулана ҫитчӗр тесе Вӑл вӗсене тӳрӗ ҫулпа ертсе пынӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫана Унӑн ырӑлӑхӗшӗн, этем ывӑлӗсемшӗн тунӑ тӗлӗнмелли ӗҫӗсемшӗн мухтаччӑр!</verse>
				<verse number="9">Вӑл антӑхакан чуна тӑрантарнӑ, выҫӑхнӑ чуна ырӑлӑхӗпе тутӑ тунӑ.</verse>
				<verse number="10">Хӗн-хурлӑхпа, тимӗрпе тӑлланнӑскерсем, вӗсем сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлки айӗнче ларнӑ,</verse>
				<verse number="11">мӗншӗн тесессӗн вӗсем Турӑ сӑмахне хирӗҫ пынӑ, ҫӳлти Турӑ ирӗкне уяман.</verse>
				<verse number="12">Вӑл вӗсенӗн чӗрине ӗҫпе йӑвашлатнӑ; вӗсем такӑннӑ — пулӑшаканӗ пулман.</verse>
				<verse number="13">Хӗн-хурлӑхра вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене асапран хӑтарнӑ;</verse>
				<verse number="14">вӗсене сӗмлӗхрен, вилӗм ӗмӗлки айӗнчен кӑларнӑ, тӑллисене татса ывӑтнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫана Унӑн ырӑлӑхӗшӗн, этем ывӑлӗсемшӗн тунӑ тӗлӗнмелли ӗҫӗсемшӗн мухтаччӑр!</verse>
				<verse number="16">Вӑл пӑхӑр хапхасене аркатса тӑкнӑ, тимӗр сӑлӑпсене ҫапса салатнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ӑссӑрскерсем хӑйсенӗн йӗркесӗр ҫулӗ пирки, хӑйсенӗн тӗрӗсмарлӑхӗ пирки асапланнӑ;</verse>
				<verse number="18">вӗсенӗн чунӗ пур апата та тиркенӗ, вара вӗсем вилӗм хапхи патнех ҫывӑхарнӑ.</verse>
				<verse number="19">Хӗн-хурлӑхра вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене асапран хӑтарнӑ;</verse>
				<verse number="20">Хӑй сӑмахне ярса, вӗсене сыватнӑ, вӗсене ҫӗре кӗресрен ҫӑлса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫана Унӑн ырӑлӑхӗшӗн, этем ывӑлӗсемшӗн тунӑ тӗлӗнмелли ӗҫӗсемшӗн мухтаччӑр!</verse>
				<verse number="22">Ӑна мухтав парнийӗ кӳччӗр, Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен савӑнӑҫлӑн юрласа пӗлтерччӗр!</verse>
				<verse number="23">Тинӗс тӑрӑх караппа каякансем, пысӑк шывсем ҫинче ӗҫ ӗҫлекенсем</verse>
				<verse number="24">тӗпсӗр шыв ҫинче Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн кӗтречӗсене кураҫҫӗ:</verse>
				<verse number="25">Вӑл калать те — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать, тинӗс хумӗсене ҫӗклентерсе ярать:</verse>
				<verse number="26">вӗсем тӳпене ҫитиех ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпсӗр авӑрах анса каяҫҫӗ; ӗнтӗ чунӗсем инкекпе хавшаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="27">вӗсем ӳсӗр ҫын пек сулкаланаҫҫӗ, тайкаланаҫҫӗ, ӑспуҫне йӑлтах ҫухатаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Хӗн-хурлӑхра вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене асапран хӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл ҫил-тӑвӑла лӑплантарать, тинӗс хумӗсем шӑпах пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="30">Хумсем чарӑннӑшӑн вӗсем хӗпӗртеҫҫӗ, Вӑл вӗсене хӑйсем ҫитес тенӗ ҫӗре илсе ҫитерет.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫана Унӑн ырӑлӑхӗшӗн, этем ывӑлӗсемшӗн тунӑ тӗлӗнмелли ӗҫӗсемшӗн мухтаччӑр!</verse>
				<verse number="32">Ӑна халӑх пухӑвӗнче аслӑлаччӑр, аслӑ пуҫлӑхсен ушкӑнӗнче мухтавлаччӑр!</verse>
				<verse number="33">Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенӗн йӗркесӗрлӗхне пула Вӑл юханшывсем вырӑнне — пушхир, ҫӑлкуҫсем вырӑнне — типӗ ҫӗр, тулӑхлӑ ҫӗр вырӑнне тӑварлӑ ҫӗр тӑвать.</verse>
				<verse number="34"></verse>
				<verse number="35">Вӑл пушхир вырӑнне — кӳлӗ, ҫунса типнӗ ҫӗр вырӑнне ҫӑлкуҫӗсем тӑвать;</verse>
				<verse number="36">унта выҫӑхнисене вырӑнаҫтарать, вӗсем пурӑнмашкӑн хула лартаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="37">хирсене тырӑ акаҫҫӗ, иҫӗм йывӑҫӗсем чӗртеҫҫӗ, унтан тухӑҫлӑ ҫимӗҫ пуҫтарса илеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл вӗсене пиллет те — вӗсем питех те ӗрчесе каяҫҫӗ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне те чакармасть.</verse>
				<verse number="39">Кайран вӗсем сахалланнӑ, пусмӑр тӳснипе, инкек-синкек, хӗн-хурлӑх тӳснипе ураран ӳкнӗ;</verse>
				<verse number="40">Вӑл пуҫлӑхсене мӑшкӑл кӑтартать, вӗсене ҫул-йӗрсӗр пушхирте аташса ҫӳреме хӑварать.</verse>
				<verse number="41">Мӗскӗне вара хӗн-хуртан туртса кӑларать, унӑн йӑхне сурӑх кӗтӗвне ӗрчетнӗ пек ӗрчетет.</verse>
				<verse number="42">Тӳрӗ ҫынсем ҫавна кураҫҫӗ те — савӑнаҫҫӗ, пур усаллӑх та ҫӑварне хуплать.</verse>
				<verse number="43">Кам ӑслӑ, ҫавӑ ҫакна асӑрхӗ, Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑхне ӑнласа илӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="107">
				<verse number="1">Юрӑ. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Турӑҫӑм, чӗрем хатӗр ӗнтӗ, [манӑн чӗрем хатӗр ӗнтӗ]; юрлам, кӗвӗ каласа мухтам.</verse>
				<verse number="3">Эй псалтирьпе кӗсле, вӑранӑр! Эпӗ шурӑмпуҫне вӑратӑп.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, Сана халӑхсем хушшинче аслӑлӑп; Сана ӑрусем хушшинче мухтаса юрлӑп:</verse>
				<verse number="5">Санӑн ырӑлӑху тӳперен те ҫӳллӗрех, Санӑн чӑнлӑху пӗлӗтсем таранах.</verse>
				<verse number="6">Эй Турӑ, ҫӳл пӗлӗтрен ҫӳле ҫӗклен; Санӑн мухтавлӑху пӗтӗм ҫӗр ҫинче пултӑр:</verse>
				<verse number="7">Хӑв юратнисем хӑтӑлччӑр: Хӑвӑн сылтӑм аллупа ҫӑлсамччӗ пире, илтсемччӗ пире.</verse>
				<verse number="8">Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче каларӗ: «савӑнӑп, Сихеме уйӑрса парӑп, Сокхоф айлӑмне виҫсе уйӑрӑп;</verse>
				<verse number="9">Галаад — Манӑн, Манассия — Манӑн, Ефрем — Манӑн пуҫӑм тӗрекӗ, Иуда — Манӑн туя,</verse>
				<verse number="10">Моав — Эпӗ ҫӑвӑнакан савӑт, Эдом ҫине аттӑмпа таптӑп, Филисти ҫӗрӗнче хавассӑн кӑшкӑрӑп» терӗ.</verse>
				<verse number="11">Тӗреклӗлетнӗ хулана мана кам илсе кӗрӗ? Эдом ҫӗрне мана кам ертсе ҫитерӗ?</verse>
				<verse number="12">Эсех мар-и, Турӑҫӑм, пире пӑрахнӑ Турӑ, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухман Турӑ, Эсех мар-и?</verse>
				<verse number="13">Пулӑшсамччӗ пире, хӗсӗрлекенсенчен хӳтӗлесемччӗ, ҫын хӳтӗлени нимӗн те мар.</verse>
				<verse number="14">Турӑпа пӗрле вӑя кӑтартӑпӑр эпир: Вӑл пирӗн тӑшмансене урипе таптӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="108">
				<verse number="1">Эй эпӗ мухтакан Туррӑм! чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ:</verse>
				<verse number="2">ман ҫине усал чӗлхе-ҫӑвар, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвар караҫҫӗ; манпала суя чӗлхепе калаҫаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="3">мана пур енчен те курайманлӑхпа хупӑрлаҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑрах манпа ҫапӑҫаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="4">эпӗ вӗсене юрататӑп — вӗсем мана кураймаҫҫӗ, эпӗ вара — кӗлтӑватӑп;</verse>
				<verse number="5">ырӑшӑн мана усалпа тавӑраҫҫӗ, эпӗ юратнӑшӑн — кураймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Усал ҫынна унӑн пуҫлӑхӗ туса хур, унӑн сылтӑм енне айӑплакан тӑтӑр.</verse>
				<verse number="7">Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр;</verse>
				<verse number="8">унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр;</verse>
				<verse number="9">унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр;</verse>
				<verse number="10">унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр;</verse>
				<verse number="11">кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр;</verse>
				<verse number="12">унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр;</verse>
				<verse number="13">унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр;</verse>
				<verse number="14">унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр;</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр,</verse>
				<verse number="16">мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ;</verse>
				<verse number="17">ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ;</verse>
				<verse number="18">ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр;</verse>
				<verse number="19">вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.</verse>
				<verse number="20">Мана айӑплакансене, манӑн чунӑма усал сунакансене Ҫӳлхуҫа ҫапла тавӑрать!</verse>
				<verse number="21">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, маншӑн Хӑвӑн ятна тивӗҫлине тусамччӗ, хӗрхенекен ырӑ кӑмӑлна кура мана ҫӑлсамччӗ:</verse>
				<verse number="22">эпӗ чухӑн та мӗскӗн, ӑшӑмри чӗрем касӑлчӗ.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ шуса иртекен ӗмӗлке пек ҫухалатӑп; мана хӗрлӗ шӑрчӑка хӑваланӑ пек хӑвалаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Типӗ тытнипе чӗркуҫҫийӗм чӗтӗрет, ӳтӗм-тирӗм чӗптӗм ҫусӑр тӑрса юлчӗ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ вӗсемшӗн ҫын кулли пултӑм: мана курсассӑнах пуҫне суллаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, пулӑшсам мана, хӗрхенекен кӑмӑлупа ҫӑлсам мана,</verse>
				<verse number="27">эй Ҫӳлхуҫа, ҫакӑ Санӑн аллу иккенне, ҫакна Эсӗ тунине пӗлччӗр.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем ылханаҫҫӗ — Эсӗ пиллӗх пар; вӗсем хирӗҫ тӑраҫҫӗ — намӑс курччӑр; ӗнтӗ Санӑн чуру хӗпӗртентӗр.</verse>
				<verse number="29">Манӑн тӑшмансем мӑшкӑлпа хупланччӑр, хӑйсен намӑсне тумтир пек тӑхӑнса ҫӳреччӗр.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ вара Ҫӳлхуҫана янӑравлӑн мухтаса юрлӑп, Ӑна халӑх хушшинче аслӑлӑп:</verse>
				<verse number="31">мӗскӗне унӑн чунне айӑплакансенчен ҫӑлмашкӑн Вӑл унӑн сылтӑм енче тӑрать. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="109">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Сионран Санӑн вӑй-хӑватун туйине ярӗ: Эсӗ тӑшманусен хушшинче хуҫа пул.</verse>
				<verse number="3">Хӑватлӑхун кунӗнче Санӑн халӑху таса илем тӑхӑнса хатӗр тӑрӗ; Эпӗ Сана ӑшӑмран шурӑмпуҫ киличченех ҫуратрӑм.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ, Вӑл ӑна улӑштармӗ: Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа — Санӑн сылтӑм енче. Вӑл Хӑйӗн ҫилли кунӗнче патшасене пӗтерсе тӑкӗ;</verse>
				<verse number="6">халӑхсене сут тӑвӗ, ҫӗр ҫине вилӗ тултарӗ, анлӑ ҫӗр ҫинче пуҫсене ҫапса ҫӗмӗрӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫулпа пынӑ чухне ҫӑлкуҫӗнчен ӗҫӗ, ҫавӑнпа пуҫне ҫӗклӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="110">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа, [Сана] тӳрӗ ҫынсенӗн канашӗнче, халӑх пухӑвӗнче пӗтӗм чун-чӗремрен мухтатӑп.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем аслӑ, ҫав ӗҫсене юратакансем вӗсене шырама-тупма пултараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Унӑн ӗҫӗ — мухтав та илем, Унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать.</verse>
				<verse number="4">Хӑйӗн кӗтречӗсене Вӑл ӗмӗр асӑнмалла тунӑ; Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="5">Хӑйӗнчен хӑракансене ҫимӗҫ парать; Хӑйӗн халалне ӗмӗр астӑвать.</verse>
				<verse number="6">Хӑйӗн халӑхне суя тӗнлисен еткерне парса Вӑл ӑна Хӑй ӗҫӗсен хӑватне кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ун аллийӗн ӗҫӗсем — шанчӑклӑ, тӳрӗ; Унӑн ӳкӗчӗсем пурте тӗрӗс,</verse>
				<verse number="8">ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ, вӗсене шанчӑклӑхпа тӗрӗслӗх ҫине никӗсленӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫӑлӑнӑҫ янӑ; Хӑйӗн халалне ӗмӗрлӗхе хывнӑ. Унӑн ячӗ сӑваплӑ та хӑрушӑ!</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫаран хӑрани — ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ; ӑслӑлӑха уяса пурӑнакансем пурте тӗрӗс ӑслӑ. Ӑна мухтасси ӗмӗр-ӗмӗре пырӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="111">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын, Унӑн ӳкӗчӗсене хытӑ юратакан ҫын телейлӗ.</verse>
				<verse number="2">Унӑн вӑрлӑхӗ ҫӗр ҫинче тӗреклӗ пулӗ; тӳрӗ ҫынсен йӑхӗ пиллӗхлӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="3">Унӑн килӗнче — тулӑхлӑх, пуянлӑх, унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать.</verse>
				<verse number="4">Тӳрӗ ҫынсемшӗн сӗмлӗхре ҫутӑ ҫутатать; вӑл ҫын ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗ.</verse>
				<verse number="5">Ырӑ ҫын хӗрхенет, кивҫен парать; пур ӗҫне те вӑл тӳррипе туса тӑрать.</verse>
				<verse number="6">Вӑл нихӑҫан та иккӗленмӗ; тӳрӗ ҫынна ӗмӗрӗпе асра тытӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Усал сӑмах сарнинчен хӑрамӗ: Ҫӳлхуҫана шаннипе унӑн чӗри ҫирӗп.</verse>
				<verse number="8">Унӑн чӗри тӗреклӗленнӗ: тӑшманӗсем ҫине пӑхӗ — шикленмӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ; унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать; унӑн мӑйраки мухтавпа ҫӗкленӗ.</verse>
				<verse number="10">Усал ҫын ҫакна курса тарӑхса тӑрӗ, шӑлне качӑртаттарӗ, ҫухалӗ. Усал ҫынсен ӗмӗчӗ путланӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="112">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа чурисем, мухтӑр, Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ячӗ кунтан малашне те ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитиччен Ҫӳлхуҫа ятне аслӑлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа пур халӑхсенчен те аслӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ тӳперен те ҫӳллӗ.</verse>
				<verse number="5">Пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр евӗрли кам пултӑр? Вӑл, ҫӳлте пурӑнаканскер,</verse>
				<verse number="6">ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет;</verse>
				<verse number="7">кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать, тислӗк вырӑнне юлнӑ мӗскӗне асла кӑларать,</verse>
				<verse number="8">ӑна пуҫлӑхсемпе, Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле лартать;</verse>
				<verse number="9">ача туман арӑма кил-ҫуртра ачи-пӑчипе савӑнакан амӑшӗ туса усрать. Аллилуия!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="113">
				<verse number="1">Израиль Египетран тухсассӑн, Иаков килӗ ют халӑх хушшинчен тухсассӑн,</verse>
				<verse number="2">Иуда — Унӑн сӑваплӑ халӑхӗ, Израиль Унӑн еткерӗ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Тинӗсӗ курнӑ та — чупсах кайнӑ; Иордан каялла чакнӑ.</verse>
				<verse number="4">Тусем така пек, сӑртсем путек пек сиккеленӗ.</verse>
				<verse number="5">Мӗн пулчӗ сана, тинӗс? — эсӗ чупсах кайрӑн, Иордан, [сана] мӗн пулчӗ — мӗншӗн каялла чакрӑн?</verse>
				<verse number="6">Эй тусем, эсир мӗншӗн така пек сикетӗр, эй сӑртсем, эсир мӗншӗн путек пек сиккелетӗр?</verse>
				<verse number="7">Эй ҫӗр, Ҫӳлхуҫа умӗнче, Иаков Турри умӗнче, чӗтӗресе тӑр:</verse>
				<verse number="8">Вӑл чул хысакран шыв кӳлли, чулран ҫӑлкуҫӗ тӑвать.</verse>
				<verse number="9">Пирӗншӗн мар, Ҫӳлхуҫа, пирӗншӗн мар, Хӑвӑн ырӑлӑхупа чӑнлӑхушӑн Хӑвӑн ятна мухтавлӑ тусам.</verse>
				<verse number="10">Мӗншӗн-ха суя тӗнлисем: «вӗсен Турри ӑҫта-ха?» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Пирӗн Турӑ — тӳпере [те, ҫӗр ҫинче те]; мӗн тӑвас тенине пурне те тӑвать.</verse>
				<verse number="12">Вӗсен йӗрӗхӗсем вара — ылтӑнпа кӗмӗл, этем алли тунӑ япала.</verse>
				<verse number="13">Вӗсен ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ; сӑмси те пур — шӑрша туймаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="15">алли те пур — хыпашлаймаҫҫӗ; ури те пур — утаймаҫҫӗ; пырӗнчен сасӑ та кӑлараймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсене тӑваканнисем, вӗсене шанаканнисем пурте ҫавсем евӗрлех пулччӑр.</verse>
				<verse number="17">Эй Израиль [килӗ]! Ҫӳлхуҫана шан: Вӑл — сана пулӑшаканӗ, сана хӳтӗлекенӗ.</verse>
				<verse number="18">Эй Аарон килӗ! Ҫӳлхуҫана шан: Вӑл — сана пулӑшаканӗ, сана хӳтӗлекенӗ.</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫаран хӑракансем! Ҫӳлхуҫана шанӑр: Вӑл — сире пулӑшаканӗ, сире хӳтӗлекенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа пире асӗнче тытать, [пире] пиллӗх парать, Израиль килне пиллӗх парать, Аарон килне пиллӗх парать;</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫаран хӑракансене — кӗҫӗннине те, аслине те — пиллӗх парать.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа сире, сирӗн ачӑрсене ӗрчетнӗҫем ӗрчеттӗр.</verse>
				<verse number="23">Эсир — пиллӗхлӗ, сире тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа пилленӗ.</verse>
				<verse number="24">Тӳпе — тӳпе Ҫӳлхуҫа валли, ҫӗре Вӑл этем ывӑлӗсене панӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫана вилнисем, шӑплӑх сӗмлӗхне анакансем мухтамаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫана эпир [чӗррисем] кунтан малашне те ӗмӗрех мухтаса тӑрӑпӑр. Аллилуия.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="114">
				<verse number="1">Эпӗ савӑнатӑп: Ҫӳлхуҫа манӑн сассӑма, эпӗ йӑлӑннине илтрӗ;</verse>
				<verse number="2">ман енне хӑлхине тайрӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ӑна тархасласа чӗнӗп.</verse>
				<verse number="3">Мана вилӗм чирӗсем сӑрса илчӗҫ, мана тамӑк асапӗсем ҫитрӗҫ; эпӗ хурлӑхпа асап тӗл пултӑм.</verse>
				<verse number="4">Вара Ҫӳлхуҫа ятне тархасласа чӗнтӗм: эй Ҫӳлхуҫамӑм! чунӑма хӑтарсамччӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, тӳрӗ, пирӗн Турӑ хӗрхенекен кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа юмарт ҫынсене упрать: эпӗ ахаль ҫын кӑна — Вӑл мана пулӑшрӗ.</verse>
				<verse number="7">Эй чунӑм, унчченхи пекех канӑҫлӑ пул: Ҫӳлхуҫа сана ырӑлӑх турӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ манӑн чунӑма вилӗмрен хӑтартӑн, куҫӑма — куҫҫульрен, урана такӑнасран сыхларӑн. Эпӗ чӗррисенӗн ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӳрӗп. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="115">
				<verse number="1">«Касӑлса ҫитрӗм» тенӗ чухне те эпӗ ӗненеттӗм.</verse>
				<verse number="2">Ӑнран кайнӑ вӑхӑтра каларӑм: пур ҫын та ултавҫӑ, терӗм.</verse>
				<verse number="3">Хама кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн Ҫӳлхуҫана мӗнле тав тӑвам-ши?</verse>
				<verse number="4">Ҫӑлӑнӑҫ курки тытам та Ҫӳлхуҫа ятне асӑнам.</verse>
				<verse number="5">Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче кӳрем.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа умӗнче Унӑн сӑваплӑ ҫыннисенӗн вилӗмӗ хаклӑ!</verse>
				<verse number="7">Эй Ҫӳлхуҫамӑм! эпӗ — Санӑн чуру, эпӗ — Санӑн чуру, Сан чурун ывӑлӗ; Эсӗ манӑн тӑллӑмсене салтса ятӑн.</verse>
				<verse number="8">Сана мухтав парни кӳрем, Ҫӳлхуҫа ятне асӑнам.</verse>
				<verse number="9">Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче,</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче, эй Иерусалим, санӑн хутлӑхунта кӳрем! Аллилуия.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="116">
				<verse number="1">Эй халӑхсем, пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, эй ӑрусем, пурсӑр та Ӑна аслӑлӑр:</verse>
				<verse number="2">Унӑн хӑватлӑ ырӑлӑхӗ — пирӗн ҫинчех, Ҫӳлхуҫанӑн шанчӑклӑхӗ ӗмӗре [пырать]. Аллилуия.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="117">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="2">Израиль [килӗ] халӗ калатӑр: [Вӑл ырӑ,] Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе, тетӗр.</verse>
				<verse number="3">Аарон килӗ халӗ калатӑр: [Вӑл ырӑ,] Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе, тетӗр.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫаран хӑракансем халӗ калаччӑр: [Вӑл ырӑ,] Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе, теччӗр.</verse>
				<verse number="5">Хӗсӗк вӑхӑтра Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та — Ҫӳлхуҫа мана илтрӗ, ирӗк вырӑна илсе тухрӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ман майлӑ — эпӗ хӑрамӑп: этем мана мӗн тӑвайӗ?</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа — манӑн пулӑшаканӑм: тӑшманӑмсем ҫине паттӑррӑн пӑхса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="8">Ҫынна шаниччен Ҫӳлхуҫана шанни лайӑхрах.</verse>
				<verse number="9">Пуҫлӑхсене шаниччен Ҫӳлхуҫана шанни лайӑхрах.</verse>
				<verse number="10">Пур халӑхсем те ҫавӑрса илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм;</verse>
				<verse number="11">хупӑрласа илчӗҫ мана, ҫапла, хупӑрласа илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм;</verse>
				<verse number="12">пыл хурчӗ [караса] сырӑннӑ пек сырса илчӗҫ мана, хӑйсем хӑвӑрт ҫунакан кӳкен пек сӳнсе ларчӗҫ: эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм.</verse>
				<verse number="13">Ӳкерес тесе мана вирлӗн тӗртсе ячӗҫ, анчах мана Ҫӳлхуҫа ярса тытрӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа — манӑн вӑй-халӑм, манӑн юррӑм; Вӑл мана ҫӑлаканӗ пулчӗ.</verse>
				<verse number="15">Тӳрӗ ҫынсен чатӑрӗсенче — савӑнӑҫ сассипе ҫӑлӑнӑҫ сасси: Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм алли хӑватлӑхне кӑтартать!</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм алли — ҫӳлте, Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм алли хӑватлӑхне кӑтартать!</verse>
				<verse number="17">Вилмӗп, чӗрӗ пулӑп, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене пӗлтерсе тӑрӑп.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа пысӑк асап хучӗ, ҫапах мана вилме памарӗ.</verse>
				<verse number="19">Ман валли тӳрӗлӗх хапхине уҫӑр: ун витӗр кӗрсе Ҫӳлхуҫана аслӑлам.</verse>
				<verse number="20">Акӑ вӑл Ҫӳлхуҫа хапхи: ун витӗр тӳрӗ ҫынсем кӗрӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Сана аслӑлатӑп: Эсӗ мана илтрӗн, манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм пултӑн.</verse>
				<verse number="22">Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ:</verse>
				<verse number="23">ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫа пултарнӑ: савӑнар, хӗпӗртер ҫакӑ кун!</verse>
				<verse number="25">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӑлсамччӗ! эй Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ васкасамччӗ!</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен — мухтавлӑ! Сире Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен пиллетпӗр.</verse>
				<verse number="27">Турӑ Вӑл — Ҫӳлхуҫа, пире ҫутатса ячӗ; парне кӳмеллине пӑявпа ҫыхӑр, парне вырӑнӗн мӑйраки патне илсе пырӑр.</verse>
				<verse number="28">Эсӗ — манӑн Туррӑм: Сана тав туса мухтавлам; Эсӗ — манӑн Туррӑм: Сана аслӑлам; [Сана тав туса мухтавлам: Эсӗ мана илтрӗн, манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм пултӑн].</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="118">
				<verse number="1">Ҫул ҫинче айӑпа кӗменнисем, Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ҫӳрекеннисем телейлӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл пӗлтернине уякансем, Ӑна пӗтӗм чун-чӗререн шыракансем телейлӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем йӗркесӗр ӗҫ тумаҫҫӗ, Унӑн ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ Хӑв хушнине ҫирӗп тытса тӑма хушнӑ.</verse>
				<verse number="5">Эх, Санӑн йӗркӳсене туса тӑмашкӑн манӑн ҫулӑм-йӗрӗм вӗсен енне кайинччӗ!</verse>
				<verse number="6">Вара, Санӑн пур ӳкӗтне те туса тӑнӑҫем, намӑса юлман пулӑттӑм;</verse>
				<verse number="7">Санӑн тӳрӗлӗхӳн сучӗсене вӗренсе, Сана таса кӑмӑлтан аслӑлӑттӑм.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ панӑ йӗркесене уяса пырам; йӑлтах ан пӑрахсамччӗ мана.</verse>
				<verse number="9">Хӑйӗн ҫулне яш ачан епле таса тытмалла-ха? — Хӑйне хӑй Санӑн сӑмахупа сыхласа.</verse>
				<verse number="10">Сана пӗтӗм чӗремрен шыратӑп; мана Хӑвӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнса кайма ан парсамччӗ.</verse>
				<verse number="11">Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе Санӑн сӑмахна чӗрем тӗпӗнчех тытатӑп.</verse>
				<verse number="12">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ мухтавлӑ! Ху панӑ йӗркесене вӗрент мана.</verse>
				<verse number="13">Чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн хушнине-вӗрентнине чӗлхе-ҫӑварӑмпа пӗлтерсе тӑтӑм.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесенӗн ҫулӗсемшӗн савӑнатӑп, мулпа савӑннинчен ытларах савӑнатӑп.</verse>
				<verse number="15">Санӑн ӳкӗтӳсем ҫинчен шухӑшлатӑп, Санӑн ҫулусем ҫине пӑхатӑп.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ панӑ йӗркесемпе лӑпланатӑп, Санӑн сӑмахна манмастӑп.</verse>
				<verse number="17">Хӑвӑн чуруна ырӑлӑх кӑтартсамччӗ — чӗрӗ пулам, Санӑн сӑмахна тытса пурӑнам.</verse>
				<verse number="18">Куҫӑма уҫсамччӗ, вара Санӑн саккунун кӗтречӗсене курӑп.</verse>
				<verse number="19">Тӑван ҫӗршывӑмра эпӗ — ют ҫӗр ҫынни пек; Хӑвӑн ӳкӗтӳсене манран ан пытарсамччӗ.</verse>
				<verse number="20">Кирек хӑҫан та чунӑм Санӑн йӗркӳсемшӗн тӗмсӗлет.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ мӑнаҫлисене пусартӑн, Хӑвӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнакансене ылхантӑн.</verse>
				<verse number="22">Ман ҫийӗмрен мӑшкӑла, хурлӑха сирсемччӗ: эпӗ Эсӗ пӗлтернине упратӑп.</verse>
				<verse number="23">Пуҫлӑхсем эпӗ юнашар чухнех мана хирӗҫ каварлашса лараҫҫӗ, Санӑн чуру вара ҫавӑн чухне те Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлать.</verse>
				<verse number="24">Эсӗ пӗлтерни — манӑн лӑпланӑҫӑм, [Эсӗ панӑ йӗркесем] — мана канаш паракансем.</verse>
				<verse number="25">Манӑн чунӑм вӗҫнех ҫитрӗ; Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсем мана.</verse>
				<verse number="26">Эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен каларӑм та — Эсӗ мана илтрӗн; Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсем мана.</verse>
				<verse number="27">Ху хушнӑ йӗркесенӗн ҫулне ӑнласа илме пар мана, эпӗ Санӑн кӗтретӳсем ҫинчен шухӑшлам.</verse>
				<verse number="28">Ӗнтӗ хӗн-асапа пула чунӑм халсӑрланчӗ: Хӑвӑн сӑмахупа тӗреклӗлетсем мана.</verse>
				<verse number="29">Ултав ҫулне манран аякка яр, Хӑвӑн саккунупа хӗрхенсем мана.</verse>
				<verse number="30">Санӑн сутусене умӑмра тытса эпӗ чӑнлӑх ҫулне суйласа илтӗм.</verse>
				<verse number="31">Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесем ҫумне ҫыпӑҫӑнтӑм; намӑса ан хӑварсамччӗ мана.</verse>
				<verse number="32">Эсӗ манӑн чӗреме анлӑлатсассӑн, эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсен ҫулӗпе чупсах кайӑп.</verse>
				<verse number="33">Эй Ҫӳлхуҫа, мана Хӑвӑн йӗркӳсенӗн ҫулне кӑтартсам, эпӗ мӗн виличченех ҫав ҫулпа пырӑп.</verse>
				<verse number="34">Ӑс парсам мана: Санӑн саккунна туса тӑрӑп, ӑна пӗтӗм чӗререн уяса пурӑнӑп.</verse>
				<verse number="35">Хӑвӑн ӳкӗтӳсен сукмакӗ ҫине тӑратсам мана — эпӗ ҫавна кӑмӑллатӑп.</verse>
				<verse number="36">Кӑмӑлӑма мул-пурлӑх енне мар, Ху пӗлтернӗ йӗркесем енне ҫавӑр.</verse>
				<verse number="37">Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар; Хӑвӑн ҫулу ҫинче мана чӗрӗлӗх пар.</verse>
				<verse number="38">Хӑвӑн чурушӑн Хӑвӑн сӑмахна тытсам — Санӑн умӑнта хӑраса тӑмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="39">Хама хӑратса тӑракан мӑшкӑла ман ҫинчен сирсе яр: Санӑн сутусем тӳрӗ.</verse>
				<verse number="40">Акӑ эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене кӑмӑлларӑм; Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе чӗрӗ усрасам мана.</verse>
				<verse number="41">Санӑн сӑмахупа, эй Ҫӳлхуҫамӑм, ман патӑма Санӑн ырӑлӑху, Эсӗ ҫӑласси ҫитинччӗ —</verse>
				<verse number="42">вара хама хурлакана хирӗҫ тавӑрса калӑп: эпӗ Санӑн сӑмахна шанатӑп.</verse>
				<verse number="43">Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ: эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп;</verse>
				<verse number="44">Санӑн саккунна яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп;</verse>
				<verse number="45">эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм;</verse>
				<verse number="46">Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп;</verse>
				<verse number="47">Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп;</verse>
				<verse number="48">Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп, Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.</verse>
				<verse number="49">Хӑвӑн чуруна панӑ сӑмахна асна илсем, Эсӗ мана ҫавна шанса тӑма хушнӑччӗ:</verse>
				<verse number="50">Санӑн сӑмаху мана вӑй-хал парса тӑчӗ, хӗн-асапӑмра мана ҫавӑ лӑплантарчӗ.</verse>
				<verse number="51">Мӑнаҫлисем мана темӗн тӗрлӗ те мӑшкӑлларӗҫ, эпӗ ҫавах Санӑн саккунунтан пӑрӑнмарӑм.</verse>
				<verse number="52">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗмӗр-ӗмӗрхи сутусене аса илеттӗм те — лӑпланаттӑм.</verse>
				<verse number="53">Усал ҫынсене, Санӑн саккунна пӑрахакансене, курсассӑн чунӑм ҫӳҫенет.</verse>
				<verse number="54">Ют ҫӗрте ҫӳренӗ чухне Санӑн йӗркӳсем маншӑн юррӑмсем пулчӗҫ.</verse>
				<verse number="55">Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗрле Санӑн ятна асӑнаттӑм, Санӑн саккунна асра тытаттӑм.</verse>
				<verse number="56">Вӑл маншӑн хамӑн пулчӗ: Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="57">Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ ҫапла каларӑм: манӑн пайӑм — Санӑн сӑмахна уяса пурӑнасси, терӗм.</verse>
				<verse number="58">Сана пӗтӗм чӗререн кӗлтурӑм: Хӑвӑн сӑмахушӑн хӗрхенсем мана.</verse>
				<verse number="59">Хамӑн ҫулӑм-йӗрӗм ҫинчен шухӑшларӑм, Эсӗ пӗлтерни-уҫса пани енне ҫул тытрӑм.</verse>
				<verse number="60">Санӑн ӳкӗтӳсене уяса пурӑнма васкарӑм, вӑраха ямарӑм.</verse>
				<verse number="61">Мана усал ҫынсен танати ҫавӑрса илчӗ, эпӗ ҫавах Санӑн саккунна манмарӑм.</verse>
				<verse number="62">Сана тӳрӗ сутусемшӗн мухтамашкӑн эпӗ ҫӗр варринчех тӑраттӑм.</verse>
				<verse number="63">Эпӗ — Санран хӑракансемпе, Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнакансемпе пӗрле.</verse>
				<verse number="64">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ырӑлӑху ҫӗр тулли; Ху панӑ йӗркесене вӗрентсем мана.</verse>
				<verse number="65">Хӑвӑн сӑмахупа Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн чурушӑн ырӑлӑх турӑн.</verse>
				<verse number="66">Ӑслӑ-тӑнлӑ пулма, пӗлсе тӑма вӗрентсем мана: эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсене ӗненетӗп.</verse>
				<verse number="67">Асап куриччен эпӗ аташса пурӑнтӑм; халӗ вара Санӑн сӑмахна уяса пурӑнатӑп.</verse>
				<verse number="68">[Эй Ҫӳлхуҫа,] Эсӗ ырӑ, ырӑлӑх тӑватӑн; Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсем мана.</verse>
				<verse number="69">Мӑнаҫлисем ман ҫинчен суя сӑмах хайлаҫҫӗ; эпӗ вара пӗтӗм чӗререн Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнӑп.</verse>
				<verse number="70">Вӗсен чӗри мӑнтӑрланнӑ, самӑр аш пек пулса кайнӑ; эпӗ вара Санӑн саккунупа лӑпланатӑп.</verse>
				<verse number="71">Асап тӳсни маншӑн ырӑ пулчӗ: эпӗ Санӑн йӗркӳсене ӑнласа илтӗм.</verse>
				<verse number="72">Эсӗ пӗлтернӗ саккун маншӑн — ылтӑн-кӗмӗл кӳмерккинчен те паха. Мухтав:</verse>
				<verse number="73">Мана Санӑн аллу пултарнӑ, туса ҫитернӗ; ӑса кӗрт мана, Санӑн ӳкӗтӳсене вӗренсе ҫитем.</verse>
				<verse number="74">Санран хӑракансем мана курӗҫ те — эпӗ Санӑн сӑмахна шаннӑшӑн савӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="75">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн сутусем тӳрӗ иккенне, Эсӗ мана тивӗҫлипе хӗн кӑтартнине пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="76">Хӑвӑн чуруна каланӑ сӑмахна кура Санӑн ырӑлӑху мана лӑплантаринччӗ.</verse>
				<verse number="77">Хӗрхенекен кӑмӑлу мана ҫитинччӗ, вара эпӗ пурӑнӑп: мана Санӑн саккуну лӑплантарать.</verse>
				<verse number="78">Мӑнаҫлисем намӑса юлӗҫинччӗ: вӗсем мана суя-ултавпа хӗсӗрлеҫҫӗ; эпӗ вара Эсӗ хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлатӑп.</verse>
				<verse number="79">Санран хӑракансем, Эсӗ пӗлтернине пӗлекенсем ман енне ҫаврӑнӗҫинччӗ.</verse>
				<verse number="80">Санӑн йӗркӳпе пурӑнса манӑн чӗрем таса тӑринччӗ, эпӗ намӑсланмӑпинччӗ.</verse>
				<verse number="81">Эсӗ ҫӑлассине кӗтсе чунӑм халсӑрланать; Санӑн сӑмахна шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="82">Эсӗ мана хӑҫан лӑплантарӑн-ши? тесе йӑлӑннӑ чухне Санӑн сӑмахна кӗтсе куҫӑм халсӑрланать.</verse>
				<verse number="83">Эпӗ пас тытнӑ сӑран хутаҫ пек пултӑм, ҫавах Эсӗ панӑ йӗркесене манмарӑм.</verse>
				<verse number="84">Санӑн чурун кунҫулӗ мӗн чухлӗ вара? Мана хӗсӗрлекенсене хӑҫан сут тӑвӑн?</verse>
				<verse number="85">Мӑнаҫлисем, Санӑн саккунна пӑхӑнманскерсем, ман валли шӑтӑк алтрӗҫ.</verse>
				<verse number="86">Санӑн пур ӳкӗтӳ те — чӑн; мана вырӑнсӑрах хӗсӗрлеҫҫӗ: пулӑшсам мана;</verse>
				<verse number="87">мана ҫӗрӗм ҫинче кӑшт ҫеҫ пӗтермерӗҫ, эпӗ ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене пӑрахмарӑм.</verse>
				<verse number="88">Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран чӗрӗ усрасам мана, Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине уяса пурӑнам.</verse>
				<verse number="89">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн сӑмаху тӳпере — ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ;</verse>
				<verse number="90">Санӑн шанчӑклӑху — сыпӑкран сыпӑка. Эсӗ ҫӗре пултарнӑ та — вӑл ҫав-ҫавах тӑрать.</verse>
				<verse number="91">Эсӗ мӗнле палӑртнӑ — пурте халичченех ҫапла тӑрать: пур япала та Сана пӑхӑнать.</verse>
				<verse number="92">Мана Санӑн саккуну лӑплантарман пулсассӑн, эпӗ инкек-синкекӗмпех пӗтеттӗм.</verse>
				<verse number="93">Эсӗ хушнӑ йӗркесене ӗмӗрне те манмӑп: Эсӗ мана ҫавсемпе чӗртетӗн.</verse>
				<verse number="94">Эпӗ — Санӑн, ҫӑлсамччӗ мана: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм.</verse>
				<verse number="95">Усал ҫынсем мана пӗтересшӗн сыхласа тӑраҫҫӗ; эпӗ вара Эсӗ пӗлтернине тарӑнрах тимлетӗп.</verse>
				<verse number="96">Эпӗ пур ӗҫӗн-япаланӑн вӗҫӗ пуррине куртӑм, Санӑн ӳкӗтӳ анчах вӗҫӗмсӗр анлӑ.</verse>
				<verse number="97">Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп! кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп.</verse>
				<verse number="98">Санӑн ӳкӗтӳ мана тӑшманӑмсенчен ӑслӑрах турӗ: вӑл яланах манпа пӗрле.</verse>
				<verse number="99">Эпӗ хама вӗрентекенсенчен пуринчен те тӑнлӑрах пултӑм, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пӗлтерни ҫинчен шухӑшлатӑп.</verse>
				<verse number="100">Эпӗ ватӑсенчен те ытларах пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="101">Санӑн сӑмахна астуса тӑрас тесе урана кирек мӗнле усал ҫулпа каясран та чаратӑп;</verse>
				<verse number="102">Санӑн сутусенчен пӑрӑнмастӑп: мана Эсӗ вӗрентетӗн.</verse>
				<verse number="103">Ман пырӑмшӑн Санӑн сӑмахусем епле тутлӑ! чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн пылран та паха.</verse>
				<verse number="104">Эпӗ санӑн йӗркӳсемпе ӑса кӗретӗп; ҫавӑнпа кирек мӗнле суя ҫула та кураймастӑп.</verse>
				<verse number="105">Санӑн сӑмаху манӑн урана ҫутӑ кӑтартать, манӑн сукмака ҫутатать.</verse>
				<verse number="106">Эпӗ Санӑн тӳрӗ сутусене уяма тупа турӑм, ҫапла тӑвӑп та.</verse>
				<verse number="107">Эй Ҫӳлхуҫа, питӗ тертленетӗп эпӗ; Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсемччӗ мана.</verse>
				<verse number="108">Эй Ҫӳлхуҫа, чӗлхе-ҫӑварӑм ирӗккӗн кӳрекен парнене йышӑнма кӑмӑл тусамччӗ, мана Хӑвӑн сутусене вӗрентсемччӗ.</verse>
				<verse number="109">Манӑн чунӑм яланах хӑрушлӑх аллинче, ҫавах Санӑн саккунна манмастӑп.</verse>
				<verse number="110">Усал ҫынсем ман валли таната карчӗҫ, эпӗ ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесенчен пӑрӑнмарӑм.</verse>
				<verse number="111">Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине эпӗ еткер йышӑннӑ пек ӗмӗрлӗхе йышӑнтӑм: вӗсем манӑн чӗреме савӑнтараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="112">Хамӑн чӗреме Санӑн йӗркӳсене ӗмӗрех, мӗн виличченех туса тӑма хатӗрлерӗм.</verse>
				<verse number="113">Иккӗллӗ чӗреллисене кураймастӑп, Санӑн саккунна юрататӑп.</verse>
				<verse number="114">Эсӗ — манӑн хӳттӗм, манӑн хулканӑм; Санӑн сӑмахна шанатӑп.</verse>
				<verse number="115">Эй йӗркесӗр ҫынсем, пӑрӑнӑр ман патӑмран, эпӗ Туррӑм ӳкӗчӗсене уяса пурӑнам.</verse>
				<verse number="116">Хӑвӑн сӑмахупа тӗреклӗлентер мана, чӗрӗ пулам; ӗмӗтӗме ҫитермесӗр намӑса ан хӑварсам мана;</verse>
				<verse number="117">хунтӑла мана — вара ҫӑлӑнӑп; Санӑн йӗркӳсем тӗлӗшӗнчен тимлӗрен тимлӗ пулӑп.</verse>
				<verse number="118">Эсӗ Хӑвӑн йӗркӳсенчен ютшӑнакансене пурне те ӳкеретӗн, мӗншӗн тесессӗн вӗсен чеелӗхӗ — суя.</verse>
				<verse number="119">Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм йӗркесӗр ҫынна Эсӗ ҫунчӑк пек шӑлса пӑрахатӑн; ҫавӑнпа эпӗ Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине юрататӑп.</verse>
				<verse number="120">Санран хӑранипе ӳтӗм чӗтӗресе тӑрать, Санӑн сутусенчен хӑратӑп.</verse>
				<verse number="121">Эпӗ сут турӑм, тӳррине турӑм; хама хӗсӗрлекенсен аллине ан парсамччӗ мана.</verse>
				<verse number="122">Хӑвӑн чуруна ырӑлӑх туса ӑна хӳтӗлесемччӗ: мӑнаҫлисем мана ан хӗсӗрлейччӗр.</verse>
				<verse number="123">Эсӗ ҫӑлассине кӗтсе, Санӑн чӑнлӑхун сӑмахне кӗтсе куҫӑм вӑйран сулӑнать.</verse>
				<verse number="124">Хӑв ырӑлӑхлӑ пулнине кура Хӑвӑн чуруна ырӑ ту, Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.</verse>
				<verse number="125">Эпӗ — Санӑн чуру: ӑса кӗрт мана, Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине ӑнласа ҫитем.</verse>
				<verse number="126">Ҫӳлхуҫанӑн пикенме вӑхӑт ӗнтӗ: Санӑн саккунна пӑсса пӗтерчӗҫ.</verse>
				<verse number="127">Эпӗ вара Санӑн ӳкӗтӳсене ылтӑнран, таса ылтӑнран та ытларах юрататӑп,</verse>
				<verse number="128">ҫавӑнпа та Эсӗ хушнӑ пур йӗркене те, пурне те тӗрӗс тесе йышӑнатӑп; кирек мӗнле ултав ҫулне те кураймастӑп.</verse>
				<verse number="129">Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине ытарма та ҫук; ҫавӑнпа чунӑм вӗсене астусах тӑрать.</verse>
				<verse number="130">Санӑн сӑмахусем пӗлтерни юмарт ҫынсене ҫутӑлтарать, ӑса кӗртет.</verse>
				<verse number="131">Ҫӑварӑма уҫатӑп та ахлататӑп: Санӑн ӳкӗтӳсемшӗн ҫунатӑп. Мухтав:</verse>
				<verse number="132">Хӑвӑн ятна юратакансене хӗрхеннӗ пек ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана.</verse>
				<verse number="133">Манӑн урана Хӑвӑн сӑмахун ҫулӗ ҫине тӑрат, нимӗнле йӗркесӗр ӗҫ те мана ан ҫӗнтерейтӗр;</verse>
				<verse number="134">этем пусмӑрлассинчен хӑтар мана, Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнам;</verse>
				<verse number="135">чуруна Хӑвӑн сӑну ҫутипе ҫутӑлтар, Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.</verse>
				<verse number="136">Санӑн саккунна уямаҫҫӗ, ҫавӑнпа куҫӑмран куҫҫуль шыв пек юхать.</verse>
				<verse number="137">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ, Санӑн сутусем тӗрӗс.</verse>
				<verse number="138">Эсӗ пӗлтернӗ-уҫса панӑ йӗркесем — тӳрӗ, пӗтӗмпех чӑн.</verse>
				<verse number="139">Манӑн тӑшмансем Санӑн сӑмахусене манчӗҫ, ҫавӑнпа ҫунса тухатӑп.</verse>
				<verse number="140">Санӑн сӑмаху тасаран та таса, Санӑн чуру ӑна юратать.</verse>
				<verse number="141">Эпӗ пӗчӗк ҫын, мана хисепе те хумаҫҫӗ, ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене манмастӑп.</verse>
				<verse number="142">Санӑн тӳрӗлӗхӳ — ӗмӗрхи тӳрӗлӗх, Санӑн саккуну — чӑнлӑх.</verse>
				<verse number="143">Мана хӗн-асап та хурлӑх ҫитрӗ; мана Санӑн ӳкӗтӳсем лӑплантараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="144">Эсӗ пӗлтерни-уҫса пани — ӗмӗрлӗхе тӗрӗс: ӑса кӗрт мана, вара чӗрӗ пулӑп.</verse>
				<verse number="145">Пӗтӗм чӗремрен тархаслатӑп: эй Ҫӳлхуҫа, илтсемччӗ мана, Эсӗ панӑ йӗркесене уяса пурӑнам.</verse>
				<verse number="146">Сана йӑлӑнса чӗнетӗп: ҫӑлсамччӗ мана, Эсӗ пӗлтернине уяса тӑрам.</verse>
				<verse number="147">Ҫутӑличченех тӑратӑп та тархаслатӑп; Санӑн сӑмахна шанса пурӑнатӑп.</verse>
				<verse number="148">Санӑн сӑмахна тимлемешкӗн куҫӑм ирхи хурал черечӗ ҫитичченех уҫӑлать.</verse>
				<verse number="149">Эй Ҫӳлхуҫа, ырӑ кӑмӑлупа манӑн сассӑма илтсемччӗ; эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн сутупа чӗртсемччӗ мана.</verse>
				<verse number="150">Ултавлӑ шухӑш тытакансем ҫывӑхарчӗҫ; вӗсем Санӑн саккунунтан аякра.</verse>
				<verse number="151">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — ҫывӑхрах, Санӑн пӗтӗм ӳкӗтӳ шанчӑклӑ.</verse>
				<verse number="152">Хӑв пӗлтернӗ йӗркесенчен Эсӗ ҫакна ӗмӗрлӗхе хывнине эпӗ малтанах пӗлтӗм.</verse>
				<verse number="153">Хӗн-асапӑма курсамччӗ, хӑтарсамччӗ мана: эпӗ Санӑн саккунна манмастӑп.</verse>
				<verse number="154">Ӗҫӗм хутне кӗрсе хӳтӗлесем мана; Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсем мана.</verse>
				<verse number="155">Ҫӑлӑнӑҫ — усал ҫынсенчен аякра: вӗсем Эсӗ панӑ йӗркесене шырамаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="156">Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн — иксӗлми ырӑлӑх; Хӑвӑн сутупа чӗртсем мана.</verse>
				<verse number="157">Мана хӗсӗрлекенсем, тӑшмансем нумаййӑн, эпӗ ҫавах Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесенчен пӑрӑнмастӑп.</verse>
				<verse number="158">Санран ютшӑнакансене куратӑп та — йӗрӗнетӗп: вӗсем Санӑн сӑмахна уямаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="159">Курсамччӗ — Эсӗ хушнӑ йӗркесене эпӗ епле юрататӑп; эй Ҫӳлхуҫа, Ху ырӑ пулнӑран чӗртсемччӗ мана.</verse>
				<verse number="160">Санӑн сӑмахун тӗпӗ-йӗрӗ — чӑн, Санӑн тӳрӗлӗхӳн сучӗсем пурте — ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="161">Пуҫлӑхсем мана пӗр айӑпсӑр ҫӗртен хӗсӗрлеҫҫӗ, чӗрем вара Санӑн сӑмахӑнтан ҫеҫ хӑрать.</verse>
				<verse number="162">Санӑн сӑмахушӑн эпӗ пысӑк тупӑш тупнӑ ҫын пек савӑнатӑп.</verse>
				<verse number="163">Суяна кураймастӑп, унран йӗрӗнетӗп; Санӑн саккунна юрататӑп.</verse>
				<verse number="164">Тӳрӗ сутусемшӗн Сана кунсерен ҫичӗ хут аслӑласа мухтатӑп.</verse>
				<verse number="165">Санӑн саккунна юратакансем питех те канӑҫлӑ, вӗсем такӑнас ҫук.</verse>
				<verse number="166">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫӑласса шанатӑп, Санӑн ӳкӗтӳсене пурӑнӑҫа килтеретӗп.</verse>
				<verse number="167">Манӑн чунӑм Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене астуса тӑрать, эпӗ вӗсене питех те юрататӑп.</verse>
				<verse number="168">Эсӗ хушнӑ йӗркесене, Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене уяса тӑратӑп: манӑн пӗтӗм ҫул-йӗрӗм — Санӑн умӑнта.</verse>
				<verse number="169">Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Санӑн умна ҫывӑхаринччӗ; Хӑвӑн сӑмахупа ӑса кӗртсем мана.</verse>
				<verse number="170">Эпӗ тархаслани Сан умна ҫитинччӗ; Хӑвӑн сӑмахупа хӑтарсам мана.</verse>
				<verse number="171">Эсӗ мана Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсе ҫитернипе чӗлхе-ҫӑварӑмра туп-тулли мухтав юрри пултӑр.</verse>
				<verse number="172">Чӗлхем Санӑн сӑмахна мухтаса юрлӗ: Санӑн ӳкӗтӳсем пурте тӳрӗ.</verse>
				<verse number="173">Санӑн аллу мана пулӑшса тӑринччӗ: Эсӗ хушнӑ йӗркесене йышӑнтӑм эпӗ.</verse>
				<verse number="174">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫӑласса тем пек ӗмӗтленетӗп, Санӑн саккуну лӑплантарать мана.</verse>
				<verse number="175">Чунӑм чӗрӗ пултӑр, Сана аслӑласа тӑтӑр, мана Санӑн сутусем пулӑшчӑр.</verse>
				<verse number="176">Ҫухалнӑ сурӑх пек аташса кайрӑм: Хӑвӑн чуруна шыраса тупсамччӗ: эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсене манӑҫламарӑм. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="119">
				<verse number="1">Хӗн-асап тӳснӗ чухне Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та — Вӑл мана илтрӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫамӑм! чунӑма суя чӗлхе-ҫӑвартан, чее чӗлхерен хӑтарсамччӗ.</verse>
				<verse number="3">Чее чӗлхе, сана мӗн кӳмелле, сана мӗн хушса памалла?</verse>
				<verse number="4">Вӑйлӑскерӗн ҫивӗчлетнӗ ҫӗмренӗсене, уртӑш йывӑҫӗн тӗлкӗшекен кӑварне.</verse>
				<verse number="5">Асапӑм ҫакӑ: Мосох патӗнче ют ҫӗр ҫынни пек пурӑнтӑм, Кидар чатӑрӗсем таврашӗнче ҫӳрерӗм.</verse>
				<verse number="6">Тӑнӑҫлӑха курайман ҫынсем хушшинче вӑрах пурӑнчӗ манӑн чунӑм.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ лӑпкӑ ҫын: анчах калаҫа пуҫлатӑп ҫеҫ — вӗсем вӑрҫӑ вӑрҫасшӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="120">
				<verse number="1">Пуҫӑма ҫӗклесе тусем еннелле пӑхатӑп. Мана пулӑшу ӑҫтан килет-ши?</verse>
				<verse number="2">Мана пулӑшу килӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫаран.</verse>
				<verse number="3">Вӑл санӑн уруна тайӑлма памӗ, сана упраканӗ ыйхӑламӗ;</verse>
				<verse number="4">Израиле упракан тӗлӗрмест, ҫывӑрмасть.</verse>
				<verse number="5">Сана упраканӗ — Ҫӳлхуҫа; Ҫӳлхуҫа сана сылтӑм аллу енчен хупӑрласа тӑрать.</verse>
				<verse number="6">Сана кӑнтӑрлахи хӗвел те, ҫӗрлехи уйӑх та сиен тумӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа сана кирек мӗнле усалтан та сыхласа хӑварӗ; санӑн чунна сыхласа хӑварӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа сана тухнӑ чухне те, кӗнӗ чухне те, кунтан малашне те ӗмӗрех сыхласа тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="121">
				<verse number="1">Мана: «Ҫӳлхуҫа Ҫуртне каяр» терӗҫ те, эпӗ савӑнсах ӳкрӗм.</verse>
				<verse number="2">Акӑ ӗнтӗ пирӗн урасем санӑн хапху умӗнче тӑраҫҫӗ, Иерусалим;</verse>
				<verse number="3">Иерусалим — ҫурчӗсене пӗр вӗҫӗмрен лартса тухнӑ хула,</verse>
				<verse number="4">унта, Израиль саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлхуҫа ятне аслӑламашкӑн ӑрусем, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн ӑрӑвӗсем, ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Унта — сут пуканӗсем, Давид килӗн аслӑ пуканӗсем лараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Иерусалим валли канӑҫлӑх ыйтӑр: сана юратакансем ырӑ курса пурӑнччӑр!</verse>
				<verse number="7">Санӑн килӳсенче канӑҫлӑх пултӑр, санӑн керменӳсенче ырӑлӑх пултӑр!</verse>
				<verse number="8">Тӑванӑмсемшӗн, ҫывӑх ҫыннӑмсемшӗн калатӑп: «сана канӑҫлӑх пултӑр!» теетӗп.</verse>
				<verse number="9">Хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗшӗн сана ырӑ сунатӑп, саншӑн кӗлтӑватӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="122">
				<verse number="1">Эй ҫӳлте Пурӑнакан! пуҫӑма ҫӗклесе Сан еннелле пӑхатӑп.</verse>
				<verse number="2">Чурасем хуҫа аллинчен, хӗрарӑм чура хуҫа арӑмӗ аллинчен пӑхса тӑнӑ пек, акӑ пирӗн куҫӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа енне, хамӑр Туррӑмӑр енне, хамӑра хӗрхеничченех пӑхаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Хӗрхенсем пире, Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхенсем пире: ӗнтӗ мӑшкӑл курса тӑрантӑмӑр;</verse>
				<verse number="4">ӗнтӗ пирӗн чунӑмӑр мӑшкӑл курса тӑранчӗ, мӑнаҫлисем хӑртнипе, мӑнкӑмӑллисем хур тунипе тӑранчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="123">
				<verse number="1">Израиль ҫапла калатӑр: пирӗнпе Ҫӳлхуҫа пулман пулсассӑн,</verse>
				<verse number="2">пире тапӑнакансем, — пирӗнпе Ҫӳлхуҫа пулман пулсассӑн, —</verse>
				<verse number="3">пире хирӗҫ вутла хаярлӑхне ҫитерсе пире чӗрӗллех ҫӑтса яратчӗҫ;</verse>
				<verse number="4">пире шыв путаратчӗ, чунӑмӑрсем ҫийӗн юхӑм шыв иртетчӗ;</verse>
				<verse number="5">чунӑмӑрсем ҫийӗн кӗрлевлӗ шывсем иртетчӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ: Вӑл пире вӗсенӗн шӑлне ҫакланма памарӗ!</verse>
				<verse number="7">Пирӗн чунӑмӑр вӗсенӗн танатинчен кайӑк хӑтӑлнӑ пек хӑтӑлчӗ: танати татӑлчӗ те — эпир хӑтӑлтӑмӑр.</verse>
				<verse number="8">Пире тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн ячӗ пулӑшать. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="124">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана шанакансем — Сион тӑвӗ пек: вӗсем ӳкмӗҫ, ӗмӗрех тӗреклӗ тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Иерусалим тавра — тусем, Ҫӳлхуҫа вара — малашне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑйӗн халӑхӗ тавра.</verse>
				<verse number="3">Тӳрӗ ҫынсем хӑйсен аллине йӗркесӗр ӗҫ енне ан тӑсчӑр тесе Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынсен шӑпине усал ҫынсен туйи айне хӑвармӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, ырӑ ҫынсене, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене ырӑлӑх ту;</verse>
				<verse number="5">хӑйсен кукӑр ҫулӗ ҫине илӗртсе каякансене Ҫӳлхуҫа йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансемпе пӗрле ҫӳреме хӑвартӑр. Израиле канӑҫлӑх пултӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="125">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Сиона ҫӗнӗрен ҫӗклентернӗ чухне эпир тӗлӗк куракан пек пултӑмӑр:</verse>
				<verse number="2">пирӗн чун-чӗрере ун чухне туп-тулли савӑнӑҫчӗ, чӗлхе вӗҫӗнче — юрӑччӗ; ун чухне халӑхсем хушшинче калаҫрӗҫ: «Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн аслӑ ӗҫ турӗ!» терӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа пирӗншӗн аслӑ ӗҫ турӗ: эпир хӗпӗртерӗмӗр.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, пирӗн ҫынсене, тыткӑнра юлнисене, каялла тавӑр, кӑнтӑр ҫилӗ ҫумӑр илсе килнӗ пек, каялла илсе кил вӗсене.</verse>
				<verse number="5">Куҫҫулӗпе акаканнисем савӑнса вырӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Вӑрлӑхне йӗрсе йӑтса пыраканӗ кӗлтине савӑнса йӑтса килӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="126">
				<verse number="1">Ҫурт лартма Ҫӳлхуҫа пулӑшмасассӑн тӑваканнисем кӑлӑхах тӑрӑшаҫҫӗ; хулана Ҫӳлхуҫа сыхламасассӑн хуралҫи кӑлӑхах куҫ хупмасӑр сыхлать.</verse>
				<verse number="2">Эсир кӑлӑхах ир тӑратӑр, ҫӗрлеччен ларатӑр, хурлӑх ҫӑкӑрӗ ҫиетӗр, юратнӑ ҫыннине ҫывӑрнӑ чухнех мӗн кирлине парать Вӑл.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа панӑ еткер ҫакӑ — ывӑлсем; Унӑн парнийӗ — вартан ҫурални.</verse>
				<verse number="4">Ҫамрӑк ывӑлсем — вӑйлӑ ҫын аллинчи ҫӗмренсем пек.</verse>
				<verse number="5">Хӑйӗн йӗннине ҫавна тултарнӑ ҫын телейлӗ! Хула хапхи патӗнче тӑшманӗсемпе калаҫнӑ чухне намӑса юлмӗҫ вӗсем.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="127">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын, Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрекен ҫын кирек кам та телейлӗ!</verse>
				<verse number="2">Эсӗ хӑвӑн аллу ӗҫӗпе тӑранса пурӑнӑн: телейлӗ эсӗ, сана лайӑх пулӗ!</verse>
				<verse number="3">Килӗнте — арӑму, ҫырлаллӑ иҫӗм пултранки евӗрлех вӑл; сӗтелӳ тавра — ывӑлусем, ҫу йывӑҫӗн хунавӗ евӗрлӗ вӗсем:</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын ҫапла пиллӗхлӗ пултӑр!</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа сана Сион ҫинчен пиллетӗр, санӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех Иерусалим ырӑ курнине курса тӑмалла пултӑр;</verse>
				<verse number="6">хӑвӑн ывӑлусенӗн ывӑлӗсене курмалла пултӑр. Израиле канӑҫлӑх пултӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="128">
				<verse number="1">Израиль ҫапла калатӑр: мана ҫамрӑкранпах нумай хӗсӗрлерӗҫ;</verse>
				<verse number="2">мана ҫамрӑкранпах нумай хӗсӗрлерӗҫ, ҫавах мана ҫӗнеймерӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Сухалакансем манӑн ҫурӑм ҫинче сухаларӗҫ, вӑрӑм йӑрансем туса тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Анчах та Ҫӳлхуҫа тӳрӗ: Вӑл усал ҫынсенӗн тӑллисене касса татрӗ.</verse>
				<verse number="5">Сиона курайманнисем пурте намӑсланччӑр, каялла тарччӑр!</verse>
				<verse number="6">Хуралтӑ ҫийӗнчи курӑк пек пулччӑр: вӑл тӑпӑлтарса кӑларичченех типсе каять,</verse>
				<verse number="7">вӑл выраканӑн аллине тулас ҫук, кӗлте ҫыхаканӑн ывӑҫне те кӗрес ҫук;</verse>
				<verse number="8">иртсе пыракансем те вӗсене: «сире Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ пултӑр; сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллетпӗр!» тееймӗҫ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="129">
				<verse number="1">Сана чунтан-вартан тархаслатӑп, Ҫӳлхуҫамӑм.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫамӑм! сассӑма илтсемччӗ. Йӑлӑнакан сассӑма Санӑн хӑлху тимлӗ илтинччӗ.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫылӑхлӑ ӗҫсене шута илес пулсассӑн, эй Ҫӳлхуҫа! кам чӑтса тӑрайӗ?</verse>
				<verse number="4">Анчах Эсӗ каҫаратӑн, Санӑн умӑнта хӑраса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана шанатӑп, чунӑм шанать; Унӑн сӑмахне шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="6">Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана кӗтет — хуралҫӑсем тул ҫутӑласса кӗтнинчен ытларах, хуралҫӑсем тул ҫутӑласса кӗтнинчен ытларах кӗтет.</verse>
				<verse number="7">Израиль Ҫӳлхуҫана шанса тӑтӑр: ырӑлӑх — Ҫӳлхуҫара, йӑлтах хӑтарасси те — Унра,</verse>
				<verse number="8">Вӑл Израиле хӑтарӗ, пур ҫылӑхлӑ ӗҫӗнчен те хӑтарӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="130">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа! чӗрем мӑнаҫланмарӗ, куҫӑм ҫӳлтен пӑхмарӗ, эпӗ пысӑк ӗҫе, вӑйӑм ҫитменнине пуҫӑнмарӑм.</verse>
				<verse number="2">Пачах урӑхла: чунӑма, амӑш кӑкӑрӗнчен уйӑрнӑ ача пек, йӑвашлатрӑм; ӑшӑмри чунӑм кӑкӑр пӑрахтарнӑ ача пек пулчӗ.</verse>
				<verse number="3">Израиль кунтан малашне те ӗмӗрех Ҫӳлхуҫана шанса тӑтӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="131">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа, Давида, унӑн пӗтӗм хурлӑхне асна илсемччӗ:</verse>
				<verse number="2">вӑл Ҫӳлхуҫана епле тупа тунӑ, Иаковӑн Вӑйлӑскерне епле сӑмах панӑ:</verse>
				<verse number="3">«Ҫӳлхуҫа валли вырӑн тупиччен, Иаковӑн Вӑйлӑскерӗ валли Ҫурт лартиччен килӗме, чатӑрӑма, эпӗ кӗмӗп, вырӑнӑм ҫине те выртмӑп, куҫӑм та ыйхӑ мӗнне пӗлмӗ, куҫ хупанки те тӗлӗрмӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">Эпир саккун арчи ҫинчен Ефрафӑра илтрӗмӗр, ӑна Иарим хирӗнче тупрӑмӑр.</verse>
				<verse number="7">Атьӑр Унӑн Ҫуртне каяр, Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапар.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн канлӗхлӗ вырӑнна тӑр, Хӑвӑн хӑватлӑхун арчипех тӑр.</verse>
				<verse number="9">Санӑн священникусем тӳрӗлӗх тӑхӑнччӑр, Санӑн сӑваплӑ ҫыннусем савӑнса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давидшӑн, Хӑвӑн чурушӑн, йышӑнсам:</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Давида Хӑйӗн шанчӑклӑхӗпе тупа тунӑ, Вӑл ӑна тунмӗ: «санӑн йӑхунтан ҫуралнине санӑн аслӑ пукану ҫине лартӑп.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ санӑн ывӑлусене Хамӑн халала, Хамӑн йӗркемсене вӗрентӗп, вӗсем ҫавна уяса тӑрсассӑн, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн аслӑ пукану ҫинче ларӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Сиона суйласа илчӗ, [ӑна] Хӑйӗн пурӑнмалли килӗ турӗ.</verse>
				<verse number="14">«Ку — Манӑн ӗмӗрлӗхе канӑҫлӑх вырӑнӗ: ҫакӑнта вырӑнаҫӑп: Эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм.</verse>
				<verse number="15">Унӑн ҫимӗҫне пиллемеллипех пиллӗп, унӑн кӗлмӗҫӗсене тӑраниччен ҫӑкӑр ҫитерӗп;</verse>
				<verse number="16">унӑн священникӗсене ҫӑлӑнӑҫ тӑхӑнтартӑп, унӑн сӑваплӑ ҫыннисем савӑнмаллипех савӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Унта Давид валли мӑйрака ӳстерӗп, ҫу сӗрнӗ ҫыннӑм валли ҫутӑ ҫутса лартӑп.</verse>
				<verse number="18">Унӑн тӑшманӗсене намӑс тӑхӑнтартӑп, ун ҫинче вара пуҫкӑшӑль ҫуталса тӑрӗ».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="132">
				<verse number="1">Тӑванпа тӑван пӗрле пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ!</verse>
				<verse number="2">Вӑл — пуҫа сӗрнӗ ытарайми ҫу пек, сухал ҫине, Аарон сухалӗ ҫине, унӑн ҫухи ҫине юхса анакан ҫу пек;</verse>
				<verse number="3">вӑл — Ермон тӑвӗ енчен килсе, Сион тӑвӗ ҫине ӳкекен сывлӑм пек: Ҫӳлхуҫа унта пиллӗх, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="133">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа чурисем, — ҫӗрле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, [Туррӑмӑр Ҫурчӗн картишӗнче] тӑракансем, — халӗ пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="2">Аллӑрсене сӑваплӑ Ҫурт еннелле тӑсса Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="3">Тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа сана Сион ҫинчен пиллӗх парӗ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="134">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ятне мухтавлӑр, эй Ҫӳлхуҫа чурисем, —</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Туррӑмӑр Ҫурчӗн картишӗнче тӑракансем, — мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр: Ҫӳлхуҫа ырӑ; Унӑн ятне аслӑлӑр — тутлӑ ят вӑл.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Иакова суйласа илнӗ, Израиле Хӑйӗн халӑхӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ пӗлсе ҫитрӗм: Ҫӳлхуҫа аслӑ, пирӗн Ҫӳлхуҫа пур турӑран та аслӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те, тинӗсре те, пур тӗпсӗр вырӑнта та мӗн тӑвас тенине пурне те тӑвать;</verse>
				<verse number="7">ҫӗр хӗрринчен пӗлӗт хӑпартать, ҫумӑр ҫунӑ чухне ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.</verse>
				<verse number="8">Вӑл Египетра чи малтан ҫуралнисене ҫыннинчен пуҫласа выльӑхӗ таранччен вӗлерсе тухнӑ,</verse>
				<verse number="9">эй Египет, Вӑл санӑн ҫӗрӳ ҫинче фараона та, унӑн пур чурине те хӑватсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ,</verse>
				<verse number="10">халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӑйлӑ патшасене пӗтернӗ:</verse>
				<verse number="11">Аморрей патшине Сигона, Васан патшине Ога, Ханаан ҫӗрӗнчи пур патшалӑха та пӗтернӗ;</verse>
				<verse number="12">вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе, еткерлӗхе Хӑйӗн халӑхне Израиле панӑ.</verse>
				<verse number="13">Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн яту — ӗмӗрлӗхе; эй Ҫӳлхуҫа! Сана сыпӑкран сыпӑка асӑнӗҫ:</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӳррипе сут тӑвӗ, Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ.</verse>
				<verse number="15">Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем — ылтӑнпа кӗмӗл, этем алли тунӑ япала:</verse>
				<verse number="16">ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="17">хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ, ӑшӗнче сывлан сывлӑшӗ те ҫук.</verse>
				<verse number="18">Вӗсене тӑваканнисем те, вӗсене шанаканнисем те пурте ҫавӑн пек пулӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Эй Израиль килӗ! Ҫӳлхуҫана мухтӑр. Эй Аарон килӗ! Ҫӳлхуҫана мухтӑр.</verse>
				<verse number="20">Эй Левий килӗ! Ҫӳлхуҫана мухтӑр. Эй Ҫӳлхуҫаран хӑракансем! Ҫӳлхуҫана мухтӑр.</verse>
				<verse number="21">Иерусалимра пурӑнакан Турӑ Сион ҫинче мухтавлӑ! Аллилуия!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="135">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл — ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="2">Турӑсенӗн Туррине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="3">Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="4">пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="5">Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="6">ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="7">аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="8">куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="9">каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="10">Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="11">Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="12">хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="13">Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="14">Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="15">фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="16">Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="17">аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="18">хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="19">Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="20">Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="21">вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="22">еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="23">эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="24">пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе;</verse>
				<verse number="25">пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="26">Тӳпенӗн Туррине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="136">
				<verse number="1">Вавилон шывӗсем хӗрринче, — эпир ҫавӑнта лараттӑмӑр, — Сиона аса илсе йӗреттӗмӗр;</verse>
				<verse number="2">хамӑр арфӑсене унти хӑвасем ҫине ҫакса хураттӑмӑр.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнта пире тыткӑнра тытакансем пире юрлама хушатчӗҫ, пире хӗсӗрлекенсем хӑйсене савӑклантарма хушатчӗҫ: «Сион юррисене юрласа кӑтартӑр-ха пире» теетчӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ют ҫӗршывра Ҫӳлхуҫа юррисене пирӗн епле юрлас-ха?</verse>
				<verse number="5">Ах, Иерусалим, сана манас пулсассӑн, сылтӑм аллӑм хӑрса лартӑр;</verse>
				<verse number="6">сана асӑмран ярсассӑн, хам савӑннӑ чухне пуринчен ытла Иерусалима асӑнмасассӑн чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса лартӑр.</verse>
				<verse number="7">Эй Ҫӳлхуҫа, Эдом ывӑлӗсене Иерусалим кунне аса илтерсемччӗ, вӗсем ун чухне: «аркатӑр, тӗпӗ-йӗрӗпех аркатӑр» тесе тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Эй Вавилон хӗрӗ, эй тустаруҫӑ! пире ҫапла тунӑшӑн сана тивӗҫлипе тавӑраканӗ телейлӗ!</verse>
				<verse number="9">Санӑн ачу-пӑчуна тыта-тыта чул ҫумне ҫапса вӗлерекенӗ телейлӗ! Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="137">
				<verse number="1">Эй Турӑ, Сана пӗтӗм чӗререн аслӑлатӑп, Сана турӑсем умӗнче кӗвӗ каласа мухтатӑп, [Эсӗ манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм мӗн каланине пурне те илтрӗн].</verse>
				<verse number="2">Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ӳксе пуҫҫапатӑп, Санӑн ырӑлӑхушӑн, Эсӗ шанчӑклӑ пулнӑшӑн Санӑн ятна аслӑлатӑп: Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна Хӑвӑн пур ятунтан та ытларах чапа кӑлартӑн.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ Сана тархасланӑ кун Эсӗ мана илтрӗн, манӑн чунӑма вӑй-хал кӳтӗн.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ каланӑ сӑмахсене илтсессӗн ҫӗр ҫинчи патшасем пурте Сана аслӑласа тӑрӗҫ,</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа ҫулӗсене мухтаса юрлӗҫ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ — аслӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа — ҫӳлте: Вӑл йӑвашшине те курса тӑрать, мӑнаҫлине те аякранах паллать.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ инкек-синкек витӗр кайӑп-и — Эсӗ мана чӗртӗн, тӑшманӑмсен хаярлӑхне хирӗҫ аллуна тӑсӑн та — Санӑн сылтӑм аллу мана хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="8">Маншӑн Ҫӳлхуҫа туса ҫитерӗ! эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ырӑлӑху ӗмӗр-ӗмӗре: Хӑвӑн аллу ӗҫӗсене ан пӑрахсамччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="138">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ мана сӑнарӑн, ӗнтӗ пӗлетӗн.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ хӑҫан ларнине те, хӑҫан тӑнине те пӗлетӗн; Эсӗ эпӗ мӗн шухӑшлассине малтанах пӗлсе тӑратӑн.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳретӗп-и, канатӑп-и — Саншӑн манӑн пӗтӗм ҫулӑм-йӗрӗм паллӑ.</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫа, сӑмахӑм чӗлхем вӗҫне ҫитичченех Эсӗ ӑна пӗтӗмпе пӗлетӗн.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ мана хыҫалтан та, малтан та хупӑрласа тӑратӑн, аллуна ман ҫинче тытса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="6">[Эсӗ] ҫапла пӗлсе тӑни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет — хӑватлӑ вӑл, эпӗ ӑна ӑнласа ҫитерейместӗп!</verse>
				<verse number="7">Санӑн Сывлӑшунтан ӑҫта каям-ха? Санӑн умӑнтан ӑҫта тарам-ха?</verse>
				<verse number="8">Пӗлӗт ҫине улӑхӑп-и — унта Эсӗ; ҫӗр тӗпне анӑп-и — унта та Эсӗ.</verse>
				<verse number="9">Шурӑмпуҫ ҫуначӗ ҫинче тинӗс хӗррине ҫитӗп-и —</verse>
				<verse number="10">Санӑн аллу мана унта та шыраса тупӗ, мана сылтӑм аллу тытса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="11">«Мана сӗмлӗх хупласа тӑмӗ-ши, ман таврари ҫутӑ тӗттӗм каҫ пулмӗ-ши?» тейӗп-и,</verse>
				<verse number="12">анчах Санран сӗмлӗх те хупӑрлаймӗ, Саншӑн тӗттӗм каҫ та кун пекех ҫутӑ: Саншӑн сӗмлӗх те, ҫутӑ та — пӗр.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ манӑн ӑшӑм-чиккӗме туса ҫитернӗ, мана аннем варӗнче пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫитӗнтернӗ.</verse>
				<verse number="14">Сана аслӑлатӑп — Эсӗ мана тӗлӗнмелле пултарнӑ. Санӑн ӗҫӳсем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ, ӑна чунӑм та лайӑх пӗлсе тӑрать.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ вӑрттӑн тӗвӗленнӗ чухнех, аннем варӗнче амаланнӑ чухнех Эсӗ манӑн шӑммӑм-шаккӑма курса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Санӑн куҫу манӑн чӗрӗ тӗввӗме курнӑ; эпӗ пӗр кун пурӑничченех мана пӳрнӗ пӗтӗм куна Хӑвӑн кӗнекӳ ҫине ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="17">Эй Турӑҫӑм, Санӑн ӗҫӳсене эпӗ ӑнласа ҫитерейместӗп, тата вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук!</verse>
				<verse number="18">Вӗсене шутласа кӑларайӑп-и — вӗсем хӑйӑр пӗрчинчен те йышлӑрах; ыйхӑмран вӑрансассӑн та Сан ҫинчен шухӑшлатӑп.</verse>
				<verse number="19">Эй Турӑҫӑм, усал ҫынна пӗтерӗсӗнччӗ! Юнӑҫлӑ ҫынсем, кайӑр ман патӑмран!</verse>
				<verse number="20">Вӗсем Сана хирӗҫ йӗркесӗр калаҫаҫҫӗ; Санӑн тӑшманусем кӑлӑхах каварлашаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Эй Ҫӳлхуҫа, епле-ха манӑн Сана курайманнисене курайми пулас мар? епле-ха Сана хирӗҫ тӑракансенчен йӗрӗнес мар?</verse>
				<verse number="22">Тулса ҫитнӗ курайманлӑхпа кураймастӑп вӗсене: манӑн тӑшманӑмсем вӗсем.</verse>
				<verse number="23">Эй Турӑҫӑм, сӑна мана, чӗреме пӗлсе ҫит; сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит;</verse>
				<verse number="24">эпӗ усал ҫул ҫинче мар-ши — пӑхсамччӗ, мана ӗмӗрлӗх ҫул ҫине тӑратсамччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="139">
				<verse number="1">Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, усал ҫынран хӑтарсам мана; хӗсӗрлекенрен сыхласам мана:</verse>
				<verse number="3">чӗринче вӗсем усал шухӑшлаҫҫӗ, куллен вӑрҫа хатӗрленеҫҫӗ,</verse>
				<verse number="4">чӗлхине ҫӗлен чӗлхи пек ҫивӗчлетеҫҫӗ; вӗсенӗн чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ.</verse>
				<verse number="5">Эй Ҫӳлхуҫа, усал ҫын аллинчен хӑтарсам мана, хӗсӗрлекенсенчен сыхласам: вӗсем ман урана такӑнтарма шутларӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Мӑнаҫлисем ман валли вӑрттӑн ҫӗре мӑйкӑчсем, йӑлмаксем лартрӗҫ, ҫул ҫине таната карчӗҫ, ман валли серепесем сарса хучӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫана каларӑм: Эсӗ — манӑн Туррӑм; эй Ҫӳлхуҫа, тархаслакан сассӑма илтсемччӗ! терӗм.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, мана ҫӑлакан вӑй-хӑватӑм! вӑрҫӑ кунӗ Эсӗ манӑн пуҫӑма витсе тӑтӑн.</verse>
				<verse number="9">Эй Ҫӳлхуҫа, усал ҫыннӑн ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне харама яр; унӑн усал шухӑшне путар: вӗсем мӑнаҫлансах кайӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Мана хупӑрласа тӑракансенӗн ҫӑварӗнчен тухнӑ усаллӑхӗ хӑйсенӗн пуҫнех хуплатӑр.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем ҫине вутлӑ кӑвар тӑкӑнтӑр; вӗсем вут-ҫулӑм ӑшне, тӗпсӗр шӑтӑка кӗрсе ӳкчӗр, унтан ан тухайччӑр.</verse>
				<verse number="12">Усал чӗлхеллӗ ҫын ҫӗр ҫинче тытӑнса ан тӑрайтӑр; хӗсӗрлекен ҫынна хӑйӗн усаллӑхӗ хыҫран хӑвалатӑр.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа хӗн-хур тӳсекенсене хӳтӗлессе, мӗскӗнсене тӳрре кӑларасса пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла! тӳрӗ ҫынсем Санӑн ятна аслӑласа тӑрӗҫ; айӑпсӑррисем Санӑн умӑнта пурӑнӗҫ. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="140">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа! Сана тархаслатӑп: ман патӑма васкасам, Хӑвна тархасланӑ чухне йӑлӑнакан сассӑма тӑнласам.</verse>
				<verse number="2">Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр, аллӑмсене ҫӗклени Сана каҫхи парне пек пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫа, чӗлхе-ҫӑварӑма сыхӑ тӑрат, чӗлхе-ҫӑварӑм алӑкне картала;</verse>
				<verse number="4">чӗреме чее сӑмах енне ан сулӑнтар: ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсене тӳрре кӑларасшӑн усал ӗҫ тӑвакансемпе пӗрле ан пулам, вӗсен пылак ҫимӗҫне те ан тутанам.</verse>
				<verse number="5">Мана тӳрӗ ҫын хаса патӑр: ку вӑл — ырӑлӑх; мана ҫавӑ питлетӗр: манӑн пуҫӑма ҫылӑхлӑ ҫын ҫӑвӗ ан сӗрӗнтӗр; манӑн кӗллӗмсем — вӗсен усал ӗҫӗсене хирӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсен тӳрисене ту ҫинчен пӑрахӗҫ, вара манӑн сӑмахӑмсене илтӗҫ, вӗсем — кӑмӑллӑ сӑмахсем.</verse>
				<verse number="7">Ҫӗре касса ватнӑ пек ватаҫҫӗ, тӗпретеҫҫӗ пире; пирӗн шӑмӑсем тамӑк ҫӑварне тӑкӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, куҫӑм Сан енне тӗмсӗлет; Сана шанатӑп, чунӑма ан пӑрахсам!</verse>
				<verse number="9">Ман валли карса хунӑ серепесенчен, усал ҫынсен танатисенчен сыхласам мана.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем пурте пӗрле хӑйсен танатине кӗрсе ӳкчӗр, эпӗ унта ҫакланам мар.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="141">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана эпӗ сасӑпах тархаслатӑп, Ҫӳлхуҫана сасӑпах кӗлтӑватӑп;</verse>
				<verse number="2">Унӑн умӗнче чунтан-вартан кӗлтӑватӑп; Ӑна хурлӑхӑма уҫса паратӑп.</verse>
				<verse number="3">Чунӑм хавшаса ҫитнӗ чухне Эсӗ манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлеттӗн. Эпӗ ҫӳрекен ҫул ҫине вӗсем ман валли вӑрттӑн таната карса хучӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Сылтӑмалла пӑхатӑп та куратӑп — пурте мана палламан пек тӑваҫҫӗ: маншӑн хӳтлӗх вырӑн юлмарӗ, мана никам та хӳтӗлемест.</verse>
				<verse number="5">Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Сана тархасларӑм: Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, чӗррисен ҫӗрӗнчи пайӑм, терӗм.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам: эпӗ халран кайса ҫитрӗм; хама хӗсӗрлекенсенчен хӑтарсам мана: вӗсем манран вӑйлӑрах.</verse>
				<verse number="7">Чунӑма тӗрмерен кӑларсам: Санӑн ятна аслӑлам. Мана Хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартсассӑн ман тавра тӳрӗ ҫынсем пуҫтарӑнӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="142">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн кӗллӗме илтсем, Хӑвӑн чӑнлӑхна кура эпӗ йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам; мана Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кура илтсем,</verse>
				<verse number="2">Хӑвӑн чуруна айӑпламаллипех ан айӑпла: пурӑнакансенчен никам та Сан умӑнта тӳрре тухаймӗ.</verse>
				<verse number="3">Тӑшман манӑн чунӑма йӗрлесе ҫӳрет, пурӑнӑҫӑма пылчӑк ӑшнех таптаса кӗртрӗ, ӗмӗрлӗхе вилнӗ ҫын пек сӗмлӗхре пурӑнмалла турӗ,</verse>
				<verse number="4">ӗнтӗ чунӑм та хавшаса ҫитрӗ, ӑшӑмра чӗрем те туйми пулчӗ.</verse>
				<verse number="5">Авалхи кунсене аса илетӗп, Санӑн пӗтӗм ӗҫӳ ҫинчен, Санӑн аллу тунӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшлатӑп.</verse>
				<verse number="6">Аллӑмсене Сан патналла тӑсатӑп; ҫумӑршӑн антӑхакан ҫӗр пек, чунӑм Саншӑн ҫунса тӑрать.</verse>
				<verse number="7">Эй Ҫӳлхуҫа, часрах илтсемччӗ мана: чунӑм халран каять; Хӑвӑн сӑнна манран ан пытарсам: эпӗ ҫӗре кӗрекенсем евӗрлӗ ан пулам.</verse>
				<verse number="8">Ырӑлӑху ҫинчен ирех илтме парсам мана: эпӗ Сана шанса тӑратӑп. [Эй Ҫӳлхуҫа,] хӑш ҫулпа пымаллине кӑтартсам мана: чунӑмпа Сан патна ҫӗкленетӗп.</verse>
				<verse number="9">Эй Ҫӳлхуҫа, тӑшманӑмсенчен хӑтарсам мана; Сан патна ӑнтӑлатӑп.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана: Эсӗ — манӑн Туррӑм; Санӑн ырӑ Сывлӑшу мана тӳрӗлӗх ҫӗрне ертсе пытӑр.</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ятушӑн чӗртсем мана; Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кура чунӑма инкекрен хӑтарсам,</verse>
				<verse number="12">хӗрхенекен кӑмӑлна кура тӑшманӑмсене пӗтер, чунӑма хӗсӗрлекенсене пурне те тӗп ту: эпӗ — Санӑн чуру. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="143">
				<verse number="1">Аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма, пӳрнемсене ҫапӑҫма вӗрентекен Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм, мухтавлӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл мана хӗрхенет, Вӑл — манӑн хӳттӗм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, мана Хӑтараканӗ, манӑн хулканӑм, — эпӗ Ӑна шанатӑп; Вӑл халӑхсене мана пӑхӑнтарса тӑрать.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫа! ҫын мӗнех вӑл? — Эсӗ ӑна пӗлетӗн; мӗнех вара вӑл этем ывӑлӗ? — Эсӗ уншӑн тӑрӑшатӑн.</verse>
				<verse number="4">Этем — варкӑш пек; унӑн кунҫулӗ — шуса иртекен ӗмӗлке пек.</verse>
				<verse number="5">Эй Ҫӳлхуҫа! Пӗлӗтне тайӑлтар та — аяла ан; тусене сӗртӗн те — вӗсенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухӗ;</verse>
				<verse number="6">ҫиҫӗмне ҫиҫтер те — салатса яр вӗсене; уххусемпе пер те — ҫыхлантарса ӳкер вӗсене;</verse>
				<verse number="7">ҫӳлтен аллуна тӑс та — хӑтар мана, пысӑк шывсенчен, ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен ҫӑл мана:</verse>
				<verse number="8">вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.</verse>
				<verse number="9">Эй Турӑҫӑм! Сана ҫӗнӗ юрӑ юрласа мухтам, Сана вунӑ хӗлӗхлӗ псалтирь каласа мухтам:</verse>
				<verse number="10">Эсӗ патшасене ҫӑлӑнӑҫ паратӑн, Хӑвӑн Давид чуруна хаяр хӗҫрен хӑтаратӑн.</verse>
				<verse number="11">Ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен хӑтарсам мана, ҫӑлсам мана: вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.</verse>
				<verse number="12">Пирӗн ывӑлӑмӑрсем сарӑлса ӳсекен ҫамрӑк йывӑҫ пек пулччӑр; пирӗн хӗрӗмӗрсем керменри чеченленӗ юпа пек пулччӑр.</verse>
				<verse number="13">Пирӗн кӗлетсем туп-тулли пулччӑр, унта тӗрлӗ тырӑ иксӗлми пултӑр; хамӑр улӑхсенче пирӗн сурӑхсем пинӗ-пинӗпе, тӗменӗ-тӗменӗпе ӗрчеччӗр;</verse>
				<verse number="14">пирӗн вӑкӑрсем самӑр пулччӑр; пирӗн урамсенче ҫаратасси те, ҫухатасси те, кӑшкӑрасси те, йӗресси те ан пултӑр.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑн пек пурӑнакан халӑх телейлӗ. Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="144">
				<verse number="1">Эй Туррӑм, эй Патшамӑм, Сана аслӑласа мухтам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлам.</verse>
				<verse number="2">Куллен-кунах Сана мухтавлам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа аслӑ, мухтава тивӗҫлӗ, Унӑн аслӑлӑхне тишкерсе ҫитереймӗн.</verse>
				<verse number="4">Пӗр сыпӑк тепӗр сыпӑка Санӑн ӗҫӳсем ҫинчен мухтаса каласа пырӗ, Санӑн хӑватлӑху ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ вара Санӑн аслӑлӑхун пысӑк мухтавлӑхӗ ҫинчен, Санӑн тӗлӗнмелли ӗҫӳсем ҫинчен шухӑшлӑп.</verse>
				<verse number="6">Санӑн хӑрушӑ ӗҫӳсенӗн хӑватлӑхӗ ҫинчен калаҫӗҫ, эпӗ Санӑн аслӑлӑху ҫинчен пӗлтерсе тӑрӑп.</verse>
				<verse number="7">Асра юлтӑр тесе Эсӗ мӗн тери ырӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, Санӑн тӳрӗлӗхне мухтаса юрлӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн пултарнине пурне те юратать, Унӑн ырӑлӑхӗ пур ӗҫӗнче те курӑнать.</verse>
				<verse number="10">Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑв мӗн пултарни пурте Сана мухтатӑр, Сана Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусем аслӑлаччӑр;</verse>
				<verse number="11">Этем ывӑлӗсене Санӑн хӑватлӑху ҫинчен, Санӑн патшалӑхун тӗлӗнмелле чаплӑлӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн Санӑн патшалӑхун чапӗ ҫинчен вӗрентчӗр, Санӑн хӑватлӑху ҫинчен каласа паччӑр.</verse>
				<verse number="12"></verse>
				<verse number="13">Санӑн патшалӑху — ӗмӗр-ӗмӗрхи патшалӑх, Эсӗ патшара ларни — сыпӑкран сыпӑка. [Ҫӳлхуҫанӑн пур сӑмахӗ те тӗрӗс, Вӑл пур ӗҫӗнче те сӑваплӑ.]</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа ӳкекенсене пӗрне те ӳкме памасть, пӗкӗрӗлсе аннисене те тӑратать.</verse>
				<verse number="15">Пурин куҫӗсем те Сан ҫине шанса пӑхаҫҫӗ, Эсӗ вӗсене кирлӗ вӑхӑтра ҫимӗҫ паратӑн;</verse>
				<verse number="16">Хӑвӑн аллуна уҫатӑн та — пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантаратӑн.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пур ҫулӗ ҫинче те тӳрӗ, пур ӗҫӗнче те ырӑ.</verse>
				<verse number="18">Хӑйне чӗнекенсемшӗн, Хӑйне таса чӗререн чӗнекенсемшӗн Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх.</verse>
				<verse number="19">Вӑл Хӑйӗнчен хӑракансенӗн ӗмӗтне ҫитерет, вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет те — ҫӑлать вӗсене.</verse>
				<verse number="20">Хӑйне юратакансене Ҫӳлхуҫа пурне те сыхлать, йӗркесӗр ҫынсене вара пурне те пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="21">Чӗлхе-ҫӑварӑм Ҫӳлхуҫана мухтаса калаҫӗ, пур чун та ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн сӑваплӑ ятне мухтаса тӑтӑр. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="145">
				<verse number="1">Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта!</verse>
				<verse number="2">Хам пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрам; хам чӗрӗ чухне Туррӑма мухтаса юрлам.</verse>
				<verse number="3">Пуҫлӑхсене ан шанӑр, этем ывӑлне ан шанӑр — вӑл ҫӑлас ҫук.</verse>
				<verse number="4">Чунӗ-чӗмӗ тухать те унӑн, вӑл каллех ҫӗре кӗрет: ҫав кун унӑн [пӗтӗм] шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет.</verse>
				<verse number="5">Хӑйне Иаков Турри пулӑшакан ҫын телейлӗ: вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине —</verse>
				<verse number="6">тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ, ӗмӗрӗпе тӳрӗлӗхне упракан,</verse>
				<verse number="7">мӗскӗнсене тӳрре кӑларакан, выҫӑхнисене ҫӑкӑр паракан Турра — шанса пурӑнать. Ҫӳлхуҫа касмӑкрисене ирӗке кӑларать,</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа суккӑрсенӗн куҫне уҫать, Ҫӳлхуҫа пӗкӗрӗлсе аннисене тӑратать, Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынсене юратать.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа ютран килнисене сыхлать, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма хунтӑлать, усал ҫынсенӗн ҫулне пӑтраштарать.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех патшара ларӗ, эй Сион, санӑн Турру — сыпӑкран сыпӑка. Аллилуия.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="146">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана мухтӑр: хамӑр Туррӑмӑра мухтаса юрламашкӑн ырӑ, Ӑна мухтани чун-чӗрене килентерет.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Иерусалима ҫӗнӗрен ҫӗклентерет, Израилӗн саланнӑ халӑхне пуҫтарать.</verse>
				<verse number="3">Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет;</verse>
				<verse number="4">ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать.</verse>
				<verse number="5">Пирӗн Ҫӳлхуҫа аслӑ, [Унӑн] вӑйӗ аслӑ, Унӑн ӑсне виҫме те ҫук.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа йӑвашшисене ҫӗклет, усал ҫынсене ҫӗр ҫумнех пӗшкӗртет.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтав юрри юрлӑр; Туррӑмӑра кӗсле каласа мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="8">Вӑл тӳпене пӗлӗтсемпе хупӑрлать, ҫӗр валли ҫумӑр хатӗрлет, тусем ҫинче курӑк [тата этемшӗн усӑллӑ тырӑ] ӳстерет;</verse>
				<verse number="9">выльӑх-чӗрлӗхе те, Хӑйӗнчен кӑшкӑрса ыйтакан ҫӑхан чӗпписене те апат парать.</verse>
				<verse number="10">Урхамах вӑйне пӑхмасть Вӑл, этем ҫӑмӑл ураллӑ пулнине те кӑмӑл тумасть —</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене, Хӑйӗн ырӑлӑхне шанакансене кӑмӑллать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="147">
				<verse number="1">Эй Иерусалим, Ҫӳлхуҫана мухта; эй Сион, хӑвӑн Турруна аслӑла:</verse>
				<verse number="2">Вӑл санӑн хапху юписене тӗреклетет, ху патӑнти ывӑлусене пиллӗх парать;</verse>
				<verse number="3">санӑн ҫӗрне тӑнӑҫлӑ тӑратать; сана тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрать;</verse>
				<verse number="4">ҫӗр ҫине Хӑйӗн сӑмахне ярать; Унӑн сӑмахӗ хӑвӑрт сарӑлать;</verse>
				<verse number="5">шурӑ ҫӑм евӗрлӗ юр ҫутарать; кӗл сапнӑ пек, пас тӑкать;</verse>
				<verse number="6">катӑк-катӑк пӑр пӑрахать; Унӑн сиввине кам чӑтайӗ?</verse>
				<verse number="7">Хӑйӗн сӑмахне ярӗ те — пӗтӗмпех ирӗлтерӗ; ҫилне вӗртерӗ те — шывсем юха пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл Хӑйӗн сӑмахне Иакова пӗлтерет, Хӑйӗн йӗркисемпе Хӑйӗн сучӗсене Израиле пӗлтерет.</verse>
				<verse number="9">Ҫавна Вӑл урӑх пӗр халӑхшӑн та туман, вӗсем Унӑн йӗркисене пӗлмеҫҫӗ. Аллилуия. Мухтав:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="148">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана тӳпере мухтӑр, Ӑна ҫӳлте мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="2">Эй Унӑн Ангелӗсем, пурте Ӑна мухтӑр, эй Унӑн ҫарӗсем, пурте Ӑна мухтӑр.</verse>
				<verse number="3">Эй хӗвелпе уйӑх, Ӑна мухтӑр, эй ҫутӑ ҫӑлтӑрсем, пурте Ӑна мухтӑр.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлти пӗлӗтсем те, пӗлӗтсенчен ҫӳлерех шывсем те, Ӑна мухтӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: Вӑл [каланӑ та — пулнӑ,] хушнӑ та — пулса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="6">вӗсене ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе туса хунӑ; улӑшӑнми йӗрке панӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫинче те мухтӑр: мӑн пулӑсем, пур тӗпсӗр шывсем,</verse>
				<verse number="8">вут-ҫулӑм та пӑр, юр та тӗтӗре, Унӑн сӑмахне пурӑнӑҫа килтерекен ҫил-тӑвӑл,</verse>
				<verse number="9">тусемпе сӑртсем, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсемпе кедр йывӑҫӗсем,</verse>
				<verse number="10">тискер кайӑксемпе пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калтапа ҫунатлӑ вӗҫен кайӑксем,</verse>
				<verse number="11">ҫӗр ҫинчи патшасемпе мӗнпур халӑхсем, пуҫлӑхсемпе ҫӗр ҫинчи мӗнпур тӳресем,</verse>
				<verse number="12">каччӑсемпе хӗрсем, ваттисемпе ҫамрӑккисем —</verse>
				<verse number="13">пурте Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: пӗр Унӑн ячӗ ҫеҫ асла тухнӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ ҫӗртен те, тӳперен те ҫӳлерех.</verse>
				<verse number="14">Вӑл Хӑй халӑхӗн мӑйракине ҫӗклерӗ, Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ ҫыннисенӗн, Израиль ывӑлӗсенӗн, ҫывӑх халӑхӗн, мухтавне ҫӗклерӗ. Аллилуия.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="149">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; Ӑна сӑваплисен пухӑвӗнче мухтаччӑр.</verse>
				<verse number="2">Израиль хӑйне Пултараканӗшӗн савӑнтӑр; Сион ывӑлӗсем хӑйсен Патшишӗн хавасланччӑр.</verse>
				<verse number="3">Унӑн ятне ташласа мухтаччӑр, Ӑна тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа мухтавлаччӑр:</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать, йӑвашшисене ҫӑлса асла кӑларать.</verse>
				<verse number="5">Сӑваплисем мухтава тухчӑр, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче савӑнччӑр.</verse>
				<verse number="6">Вӗсенӗн чӗлхи вӗҫӗнче Ҫӳлхуҫана мухтасси пултӑр, вӗсенӗн аллинче икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пултӑр:</verse>
				<verse number="7">вӗсем ӗнтӗ халӑхсене тавӑрассине, ӑрусене хаса парассине туччӑр,</verse>
				<verse number="8">вӗсенӗн патшисене тӑллаччӑр, аслӑ улпучӗсене тимӗрпе тимӗрлеччӗр,</verse>
				<verse number="9">вӗсене Турӑ ҫырӑвӗнчи сутпа айӑплаччӑр. Ку чыслӑх Унӑн мӗнпур сӑваплӑ ҫыннине тивӗҫлӗ. Аллилуия.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="150">
				<verse number="1">Турра Унӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче мухтавлӑр, Ӑна Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗ курӑнакан тӳпере мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="2">Ӑна хӑватлӑхне кура мухтавлӑр, Ӑна вӗҫӗмсӗр аслӑлӑхне кура мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="3">Ӑна трупа кӑшкӑртса мухтавлӑр, Ӑна псалтирь тата кӗсле каласа мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="4">Ӑна тӳнкӗр ҫапса, ташласа мухтавлӑр, Ӑна хӗлӗх янӑратса, шӑхличӗ каласа мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="5">Ӑна янӑравлӑ кимвал ҫапса мухтавлӑр, Ӑна кисретӳллӗ кимвал ҫапса мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="6">Мӗн сывлаканни пурте Ҫӳлхуҫана мухтатӑр! Аллилуия. Мухтав:</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="20">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Соломонӑн — Давид ывӑлӗн, Израиль патшийӗн — ытарӑшӗсем</verse>
				<verse number="2">ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ӑнланма, ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмаха ӑнкарма кирлӗ;</verse>
				<verse number="3">ырӑ йӑла-йӗркене, тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗхе, тӳрӗлӗхе хӑнӑхма кирлӗ;</verse>
				<verse number="4">айваннисене тавҫӑрулӑх, яш ачана пӗлӳ тата вичкӗн ӑс пама кирлӗ;</verse>
				<verse number="5">ӑсли итлӗ те — пӗлӳлӗхне хушӗ, тӑнлӑ ҫын та ӑслӑ канаш тупӗ;</verse>
				<verse number="6">ытарлӑн каланине, вӑлтса калаҫнине, ӑсчахсен сӑмахне, вӗсен юптарӑвӗсене ӑнланма кирлӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ — Ҫӳлхуҫаран хӑрани; [хӑрама пӗлекенсем пурте ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсем; Турра хисеплени вара — ӑнлану пуҫламӑшӗ;] ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ухмахсем ҫеҫ хурлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла, аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле:</verse>
				<verse number="9">ҫакӑ вӑл саншӑн — хӳхӗм пуҫкӑшӑль, мӑю валли — илемлӗ эреш.</verse>
				<verse number="10">Ывӑлӑм! ҫылӑхлӑ ҫынсем сана хӑйсем майлӑ ҫавӑрас тесессӗн — ан килӗш;</verse>
				<verse number="11">вӗсем сана: «атя пирӗнпе, ҫын вӗлерме пытанса ларӑпӑр, пӗр айӑпсӑр ҫынна сыхласа тӑрӑпӑр» тесессӗн,</verse>
				<verse number="12">«вӗсене, ҫӗр ҫӑтнӑ пек, чӗрӗ халлӗн ҫӑтса ярӑпӑр, ҫӑва шӑтӑкӗ ҫӑтнӑ пек, пӗтӗмӗшпе хыпса ҫӑтӑпӑр;</verse>
				<verse number="13">хаклӑ йышши тӗрлӗ пурлӑх пухӑпӑр, хамӑр кил-ҫурта тупӑш чыхса тултарӑпӑр;</verse>
				<verse number="14">эсӗ пирӗнпе пӗрле шӑпа сиктерӗн, пирӗн пурин те пӗрешкел тӳпе пулӗ» тесессӗн,</verse>
				<verse number="15">ывӑлӑм! вӗсемпе ҫула ан тух, уруна вӗсен сукмакӗ ҫине ан пус:</verse>
				<verse number="16">вӗсенӗн урисем усаллӑх енне чупаҫҫӗ, юн юхтарма васкаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗҫен кайӑксем умӗнче серепе карни кӑлӑхах;</verse>
				<verse number="18">кусем вара хӑйсем валли хӑйсем шӑтӑк алтаҫҫӗ, хӑйсен чунне сыхласа лараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Ют пурлӑха хапсӑнакансен ҫулӗсем кирек хӑшӗн те ҫавӑн пек: пурлӑха парӑннӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫне пурлӑхах татать.</verse>
				<verse number="20">Ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса калать, хулари уҫӑ вырӑнсенче сассине хӑпартать,</verse>
				<verse number="21">шавлӑ халӑх хушшинче вӗрентет, хула хапхи умӗнче сӑмах калать:</verse>
				<verse number="22">«эй тӗттӗм ҫынсем, хӑҫанччен тӗттӗмлӗхе юратӑр? сӗмсӗрсем хӑҫанччен сӗмсӗрлӗхпе киленӗҫ? ухмахсем хӑҫанччен пӗлӗве кураймасӑр пурӑнӗҫ?</verse>
				<verse number="23">Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ;</verse>
				<verse number="25">эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр.</verse>
				<verse number="26">Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп;</verse>
				<verse number="27">сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ.</verse>
				<verse number="28">Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн,</verse>
				<verse number="30">манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн</verse>
				<verse number="31">вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ:</verse>
				<verse number="32">вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ;</verse>
				<verse number="33">мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эй ывӑлӑм! эсӗ манӑн сӑмахӑма хапӑл туса, эпӗ вӗрентсе каланине асӑнта тытса</verse>
				<verse number="2">хӑлхуна ӑслӑлӑха тимлеме тайсассӑн, чӗрӳне шухӑшлама вӗрентсессӗн,</verse>
				<verse number="3">пӗлӳшӗн ӑнтӑлсассӑн, ӑстӑна йӑлӑнсассӑн,</verse>
				<verse number="4">ӑна кӗмӗле шыранӑ пек шырасассӑн, ӑна мул тупнӑ пек тупсах тӑрсассӑн</verse>
				<verse number="5">эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑрама тытӑнӑн, Турра пӗлме пуҫлӑн.</verse>
				<verse number="6">Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать; пӗлӳпе ӑс-хакӑл — Ун сӑмахӗнче;</verse>
				<verse number="7">Вӑл тӳрӗ ҫынсем валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлет; Вӑл — таса пурӑнакансенӗн хулканӗ;</verse>
				<verse number="8">Вӑл тӳрӗлӗх ҫулӗсене сыхлать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн сукмакне сыхӑ усрать.</verse>
				<verse number="9">Ун чухне эсӗ чӑнлӑха, тӗрӗс сута, тӳррӗн каланине, пур ырӑ ҫула ӑнланӑн.</verse>
				<verse number="10">Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="11">сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ;</verse>
				<verse number="12">ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ,</verse>
				<verse number="13">сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен,</verse>
				<verse number="14">усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен —</verse>
				<verse number="15">кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ;</verse>
				<verse number="16">сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18">Ют арӑм ҫурчӗ вилӗм патне илсе ҫитерет, ют арӑм сукмакӗсем вилӗсем патне илсе тухаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="19">ун патне кӗнӗ ҫын пӗри те каялла таврӑнмасть, пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫине те тӑмасть.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑнпа ыррисенӗн ҫулӗпе ҫӳре, тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗнчен ан пӑрӑн:</verse>
				<verse number="21">ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем пурӑнӗҫ, унта таса чӗреллисем юлӗҫ;</verse>
				<verse number="22">йӗркесӗр ҫынсене вара ҫӗр ҫинчен пӗтерӗҫ, шанчӑксӑррисем тӗппипех кӑкланӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй ывӑлӑм! эпӗ вӗрентнине ан манӑҫла, чӗрӳнте эпӗ ӳкӗтлени упрантӑр:</verse>
				<verse number="2">ҫавӑ сана вӑрӑм кунҫулпа тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ парӗ.</verse>
				<verse number="3">Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх ан пӑрахчӑр сана: вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых, вӗсене хӑвӑн чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур —</verse>
				<verse number="4">вара Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те ырӑлӑхпа ӑшӑ кӑмӑллӑх тупӑн.</verse>
				<verse number="5">Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан.</verse>
				<verse number="6">Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ.</verse>
				<verse number="7">Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан:</verse>
				<verse number="8">ҫакӑ ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑвӗ, шӑмму-шаккуна вӑй хушӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан, малтан илнӗ пур тупӑшунтан парне кӳрсе хисепле —</verse>
				<verse number="10">вара санӑн кӗлетӳсем туптулли тулӗҫ, юхтаркӑчусем ҫӗнӗ эрехпе тулса тӑкӑнса ларӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил:</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать.</verse>
				<verse number="13">Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ:</verse>
				<verse number="14">ӑслӑлӑх тупни кӗмӗл тупнинчен аванрах, унӑн тупӑшӗ ылтӑн паракан тупӑшран пысӑкрах:</verse>
				<verse number="15">вӑл хаклӑ чулсенчен те хаклӑрах; [нимӗнле усаллӑх та ӑна хирӗҫ тӑраймасть; ун патне ҫывӑхаракансем ӑна пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ,] ху мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймӗ.</verse>
				<verse number="16">Ӑслӑлӑхӑн сылтӑм аллинче — вӑрӑм кунҫул, сулахай аллинче — пуянлӑхпа чап; [унӑн ҫӑварӗнчен тӳрӗлӗх тухать; саккунпа ырӑлӑх — унӑн чӗлхи вӗҫӗнче;]</verse>
				<verse number="17">унӑн ҫулӗсем — пархатарлӑ ҫулсем, унӑн пур сукмакӗ те — тӑнӑҫлӑх сукмакӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӑйне тупакансемшӗн вӑл — чӗрӗлӗх йывӑҫӗ, ӑна упраса тӑракансем телейлӗ!</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа ҫӗре ӑслӑлӑхпа пултарнӑ, ӑс вӑй-хӑвачӗпе тӳпене тӗреклӗ вырӑнаҫтарнӑ;</verse>
				<verse number="20">Унӑн ӑслӑлӑхӗпе тӗпсӗр авӑрсем уҫӑлаҫҫӗ, пӗлӗтсем сывлӑм тумлатаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Ывӑлӑм, ҫакӑ санран ан пытантӑр, вара чипер ӑстӑнлӑ пулӑн, пулассине ӑнкарӑн,</verse>
				<verse number="22">санӑн чунушӑн ҫакӑ пурӑнӑҫ пулӗ, мӑю валли илемлӗ эреш пулӗ.</verse>
				<verse number="23">Вара хӑвӑн ҫулупа пӗр хӑрамасӑр кайӑн, уру та такӑнмӗ санӑн.</verse>
				<verse number="24">Ҫывӑрма выртсассӑн — шикленмӗн; ҫывӑрса кайсассӑн тӗлӗкӳ те кӑмӑллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="25">Кӗтмен инкек-синкекрен, усал ҫынсем хатӗрленӗ вилӗм-ҫӗтӗмрен те хӑрамӑн:</verse>
				<verse number="26">сана Ҫӳлхуҫана шанса тӑни пулӑшӗ, Вӑл санӑн уруна серепене ҫакланма памӗ.</verse>
				<verse number="27">Аллунта ҫынна пулӑшмалӑх хевте пур чухне ҫитменнипе тертленекене ырӑлӑх тумасӑр ан тӑр.</verse>
				<verse number="28">Памалли пур чухне тусна: «халӗ каях, тепре кил, ыран парӑп» тесе ан кала. [Мӗншӗн тесессӗн эсӗ ыранхи кун мӗнле пуласса пӗлместӗн.]</verse>
				<verse number="29">Хӑвна шанса тӑракан ҫывӑх ҫыннуна хирӗҫ усал шухӑш ан тыт.</verse>
				<verse number="30">Хӑвна усал туман ҫынпа сӑлтавсӑрах ан вӑрҫӑн.</verse>
				<verse number="31">Пусмӑрлакан ҫынна ан ӑмсан, унӑн пӗр ҫулне те ан кӑмӑлла:</verse>
				<verse number="32">Ҫӳлхуҫа аскӑнчӑк ҫынран йӗрӗнет, Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа ылханӑвӗ — ҫылӑхлӑ ҫын килӗ ҫинче, тӳрӗ ҫыннӑн кил-ҫуртне Вӑл пиллӗх парать.</verse>
				<verse number="34">Вӑл мӑшкӑлҫӑсенчен кулать пулсассӑн, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать.</verse>
				<verse number="35">Ӑслисем мухтава тивӗҫӗҫ, ӑссӑрсем намӑса юлӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эй ачамсем, аҫӑр ӳкӗтленине итлӗр, ӑса вӗренмешкӗн тимлесех тӑнлӑр:</verse>
				<verse number="2">эпӗ сире ырӑ пӗлӳ паратӑп. Эпӗ вӗрентсе каланине ан манӑр.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ те аттемӗн ывӑлӗ, аннемӗн пӗтӗм чунтан юратнӑ пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ;</verse>
				<verse number="4">аттем мана вӗрентсе ҫапла калатчӗ: чӗрӳ манӑн сӑмахӑмсене упратӑр; эпӗ ӑс панине асра тыт — вара пурӑнӑн эсӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӑслӑлӑха вӗрен, пӗлӳ пух; ан ман ҫакна, эпӗ каланӑ сӑмахран ан пӑрӑн.</verse>
				<verse number="6">Ӑслӑлӑха ан пӑрах — вӑл сана упрасах тӑрӗ; юрат ӑна — вӑл сана сыхӑ усрӗ.</verse>
				<verse number="7">Чи кирли — ӑслӑлӑх: ӑслӑлӑха вӗрен, мӗнпур пурлӑхна парса ӑс пуҫтар.</verse>
				<verse number="8">Ӑслӑлӑха хаклама пӗл — вӑл ҫӗклентерӗ сана; ун ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, вӑл сана мухтава кӑларӗ;</verse>
				<verse number="9">сана хӳхӗм пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартӗ, сана мухтав ҫӗлӗкӗ ҫитерсе парӗ.</verse>
				<verse number="10">Ывӑлӑм, итле мана, сӑмахӑма хапӑл ту — вара пурӑнас кунҫулу вӑрӑмланӗ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ сана ӑслӑлӑх ҫулне кӑтартатӑп, сана тӳрӗ сукмакпа ертсе пыратӑп.</verse>
				<verse number="12">Кайма тухсассӑн — утту чӑлханмӗ, чупнӑ чухне такӑнасси пулмӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӗрентсе каланине асрах тыт, ан пӑрах, упра ӑна: санӑн пурӑнӑҫу вӑл.</verse>
				<verse number="14">Ҫылӑхлӑ ҫынсен сукмакӗ ҫине ан пус, усал ҫынсен ҫулӗпе ан ҫӳре;</verse>
				<verse number="15">пӑрӑнса кай, вӑл ҫулпа ан ҫӳре, пӑрӑн, айккинчен иртсе кай:</verse>
				<verse number="16">усал ӗҫ тӑваймасан, вӗсем ҫывӑрса та каяймаҫҫӗ; кама та пулин пӗтермесессӗн, вӗсен ыйхи те вӗҫет:</verse>
				<verse number="17">вӗсем ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫ ҫӑкӑрне ҫиеҫҫӗ, ҫарату эрехне ӗҫеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать.</verse>
				<verse number="19">Йӗркесӗр пурӑнакансен ҫулӗ вара — сӗмлӗх пек: мӗнрен такӑнасса хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Эй ывӑлӑм, ман сӑмахӑма тӑнла, эпӗ каланине хӑлхуна тайса итле;</verse>
				<verse number="21">вӗсем куҫу умӗнчен ан кайччӑр; вӗсене чӗрӳ варринчех упра:</verse>
				<verse number="22">вӗсем хӑйсене тупакансене пурӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Чӗлхӳ-ҫӑвару суя ан суйтӑр, чӗлхӳ ан чеелентӗр.</verse>
				<verse number="25">Куҫу тӳрӗ пӑхтӑр, куҫ хӑрпӑкӗсем те тӳррӗн тӗллесе тӑччӑр.</verse>
				<verse number="26">Уру пусас сукмак пирки тӗплӗ шухӑшла, ҫулусем санӑн пурте шанчӑклӑ пулччӑр.</verse>
				<verse number="27">Сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн; уруна усалтан сыхла:</verse>
				<verse number="28">[сылтӑм енчи ҫулсене Ҫӳлхуҫа асӑрхаса тӑрать, сулахай енчисем — пӑсӑлнӑ ҫулсем.</verse>
				<verse number="29">Вӑл санӑн ҫулусене тӳрӗ тӑвӗ, сана канӑҫлӑ ҫӳремелле туса парӗ.]</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эй ывӑлӑм! ӑспуҫлӑ пулас тесессӗн, чӗлху-ҫӑвару пӗлӗве упратӑр тесессӗн, эпӗ вӗрентсе каланине тӑнла, манӑн ӑстӑнӑм ӳкӗтленине хӑлхуна тайса итле. [Йӑпӑлти арӑма ан тӑнла:]</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">ют арӑмӑн чӗлхи пыл юхтарать, унӑн сӑмахӗ ҫуран та ҫемҫерех;</verse>
				<verse number="4">анчах вӑл кайран армути пек йӳҫӗ, икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пек пулса тухать;</verse>
				<verse number="5">урисем унӑн вилӗм патне илсе анаҫҫӗ, ури йӗррисем тамӑках ҫитеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ун пурӑнӑҫӗн ҫулне-йӗрне пӗлессӳ килсессӗн те пӗлсе ҫитереймӗн — унӑн ҫулӗсем вылянчӑк.</verse>
				<verse number="7">Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана, манӑн сӑмахӑма ан манӑр.</verse>
				<verse number="8">Хӑвӑн ҫулна ҫав арӑмран аякра тыт, унӑн алӑкӗ патне ан ҫывӑхар:</verse>
				<verse number="9">хӑвӑн сывлӑхна ыттисене, пурӑнас кунҫулна асаплантаракана памалла ан пултӑр;</verse>
				<verse number="10">санӑн вӑй-хӑватупа юттисем тӑранса ан пурӑнччӑр, санӑн ӗҫӳ-хӗлӳ ют килшӗн ан пултӑр.</verse>
				<verse number="11">Кайран — ӳтӳ, ӳт-пӗвӳ хавшаса ҫитсессӗн — йынӑша-йынӑша кулянӑн,</verse>
				<verse number="12">ӗнтӗ ҫапла калӑн: «хама вӗрентсе каланине мӗншӗн кураймасӑр тӑтӑм-ши, хама питленине чӗрем мӗншӗн тиркерӗ-ши?</verse>
				<verse number="13">хама вӗрентекенсене мӗншӗн итлемерӗм-ши, хама ӑс паракансене тӑнлама мӗншӗн хӑлхама таймарӑм-ши?</verse>
				<verse number="14">ӗнтӗ кӗҫех ҫынсем умӗнче, пӗтӗм халӑх хушшинче намӑса тухаттӑм!» тейӗн.</verse>
				<verse number="15">Хӑвӑн пуссунтан ӗҫ, хӑвӑн ҫӑлун таппинчен ӗҫсе тӑр.</verse>
				<verse number="16">Санӑн шыву урам тӑрӑх ан юхтӑр, урам тӑваткӑлӗсене ан сарӑлтӑр;</verse>
				<verse number="17">вӑл пӗр санӑн ҫеҫ пултӑр, ӑна ыттисемпе пайламалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="18">Санӑн ҫӑлкуҫу пиллӗхлӗ пултӑр; ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа — ачаш айпӑланупа, чипер ту качакипе — киленсе пурӑн: сана кирек хӑҫан та унӑн кӑкӑрӗ йӑпаттӑр, яланах унӑн юратӑвӗпе савӑн.</verse>
				<verse number="19"></verse>
				<verse number="20">Ывӑлӑм, мӗншӗн-ха санӑн айккинче тупӑннӑ арӑма савмалла, мӗншӗн ют арӑм кӑкӑрне ҫупӑрламалла?</verse>
				<verse number="21">Этемӗн ҫулӗ-йӗрӗ — Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче, Вӑл унӑн пур ҫулне те пӗлет.</verse>
				<verse number="22">Йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗн серепинех ҫакланать, вӑл хӑй ҫылӑхӗпех тӑлланать:</verse>
				<verse number="23">вӑл ӑса кӗменнипе вилет, ытла та ӑссӑр пулнипе пӗтет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Эй ывӑлӑм! ҫывӑх ҫыннушӑн ҫӑка кӗтӗн пулсассӑн, тепӗр ҫыншӑн алӑ патӑн пулсассӑн,</verse>
				<verse number="2">эсӗ ӗнтӗ хӑвна хӑвӑн сӑмахупа ҫыхса лартнӑ, хӑвӑн сӑмахупах тыткӑнланнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ывӑлӑм, эсӗ ҫапла ту: хӑтар хӑвна — эсӗ ҫывӑх ҫыннун аллине ҫакланнӑ: кай, ури умне ӳксе тархасла ӑна;</verse>
				<verse number="4">куҫна хупма памасӑр, куҫ хупанкине тӗлӗрме памасӑр тӑрӑш;</verse>
				<verse number="5">ту качаки алӑран вӗҫерӗнсе тарнӑ пек, вӗҫен кайӑк кайӑкҫӑ аллинчен ҫӑлӑннӑ пек хӑтӑл.</verse>
				<verse number="6">Юлхав! кӑткӑ патне кай, вӑл мӗнле ӗҫленине курса ӑслӑлан.</verse>
				<verse number="7">Унӑн пуҫлӑхӗ те, ӗҫне пӑхса тӑраканӗ те, хушса тӑраканӗ те ҫук;</verse>
				<verse number="8">анчах вӑл ҫӑкӑрне ҫулла хатӗрлесе хӑварать, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче ҫимине янтӑлать. [Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]</verse>
				<verse number="9">Юлхав, хӑҫанччен ҫывӑрса-йӑваланса выртӑн-ши? хӑҫан ыйхунтан вӑранӑн-ши?</verse>
				<verse number="10">Тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн,</verse>
				<verse number="11">вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ. [Кахалланса пурӑнмасассӑн, ҫӑлкуҫ тапса тухнӑ пек, тырӑҫи ҫитсе тӑрӗ; юрлӑх санран аякка тарса кайӗ.]</verse>
				<verse number="12">Ултавҫӑ ҫыннӑн, ҫылӑхлӑ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен суя кайма пӗлмест,</verse>
				<verse number="13">куҫне хӗссе илет, урипе тапса систерет, пӳрнисемпе паллӑ туса кӑтартать;</verse>
				<verse number="14">унӑн чӗринче ултав: вӑл кирек хӑҫан та усал ӗҫ тӗвӗлет, хирлешме хӗтӗртет.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑншӑн вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен тӗп пулӗ, сасартӑках аптӑраса ӳкӗ те — сывалаймӗ.</verse>
				<verse number="16">Акӑ Турӑ курайманни — улттӑ, ҫиччӗмӗшӗ Уншӑн — ирсӗрлӗх:</verse>
				<verse number="17">мӑнкӑмӑллӑ куҫ, суя чӗлхе, айӑпсӑр юн юхтаракан алӑ,</verse>
				<verse number="18">усал шухӑш туптаса тӑракан чӗре, усал ӗҫ тума васкаса чупакан ура,</verse>
				<verse number="19">улталакан суя кӳнтелен, тӑвансене хирӗҫме хӗтӗртекен.</verse>
				<verse number="20">Эй ывӑлӑм! аҫу ӑс панине астусах тӑр, аннӳ вӗрентнине ан сивле;</verse>
				<verse number="21">вӗсен сӑмахне яланлӑхах чӗрӳ ҫумне ҫыхса хур, вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳренӗ чухне вӗсем сана ҫул кӑтартса пырӗҫ; ҫывӑрма выртсассӑн сыхласа тӑрӗҫ; ыйхунтан вӑрансассӑн санпала калаҫӗҫ:</verse>
				<verse number="23">ӳкӗт вӑл — ҫунакан ҫурта, пӗлӳ вӑл — ҫутӑ, вӗрентсе калани, ӑс пани — пурӑнӑҫ ҫулӗ;</verse>
				<verse number="24">вӗсем сана юрӑхсӑр хӗрарӑмран, ют арӑмӑн йӑпӑлти чӗлхинчен сыхласа хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Чӗрӳпелен унӑн илемне ан сӑхлан, [куҫу ытарайманран серепене лекмелле ан пултӑр,] унӑн вылянчӑк куҫ хӑрпӑкӗ санӑн пуҫна ан ҫавӑртӑр:</verse>
				<verse number="26">аскӑн арӑма пула татӑк ҫӑкӑр юлмиччен ҫука юлаҫҫӗ, ют арӑм вара пурӑнӑҫа тӗп тӑвать.</verse>
				<verse number="27">Кам та пулин, хӗвне кӑвар чиксе, кӗпине ҫунтармасӑр юлма пултарӗ-и?</verse>
				<verse number="28">Кам та пулин, шӗл-кӑвар ҫийӗн утса, урине пӗҫертмесӗр юлма пултарӗ-и?</verse>
				<verse number="29">Ют арӑм патне чупакана та ҫавӑн пек пулӗ: ҫав арӑма тӗкӗннӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр юлмӗ.</verse>
				<verse number="30">Вӑрра каҫармаҫҫӗ, выҫӑхнипе чунне тӑрантармалӑх вӑрласассӑн та каҫармаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="31">вӑрӑпа лексессӗн вара вӑл ҫичӗ хут ытларах тӳлет, килӗнчи пӗтӗм пурлӑхне парать.</verse>
				<verse number="32">Хӗрарӑмпа аскӑнланаканӑн ӑсӗ ҫук; ҫапла тӑваканӗ хӑйӗн чунне пӗтерет:</verse>
				<verse number="33">патак ҫийӗ вӑл, мӑшкӑл курӗ, нихӑҫан сирӗлми намӑс айне пулӗ,</verse>
				<verse number="34">мӗншӗн тесессӗн кӗвӗҫӳ — упӑшка хаярлӑхӗ, тавӑру кунӗнче хӗрхенмест вӑл,</verse>
				<verse number="35">унпа калаҫса татӑлаймӑн — вӑл нимӗнле тӳлев те йышӑнмасть, темӗн чухлӗ ӳстерсе сӗнсессӗн те ҫырлахмасть.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Эй ывӑлӑм! манӑн сӑмахӑма астусах тӑр, эпӗ вӗрентсе каланине ӑшӑнта тыт. [Ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫана хисепле — вара тӗреклӗленӗн, Унсӑр пуҫне урӑх никамран та ан хӑра.]</verse>
				<verse number="2">Манӑн ӳкӗтсене уяса тӑр — вара пурӑнӑн, эпӗ мӗн вӗрентнине куҫ шӑрҫине упранӑ пек упра.</verse>
				<verse number="3">Вӗсене эсӗ пӳрнӳне тӑхӑнса ҫӳре, вӗсене чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур.</verse>
				<verse number="4">Ӑслӑлӑха: «эсӗ манӑн тӑванӑм!» те, ӑстӑнпа та тӑванлаш,</verse>
				<verse number="5">ҫапла эсӗ урӑх ҫын арӑмӗнчен, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран сыхланӑн.</verse>
				<verse number="6">Пӗррехинче эпӗ хам килӗм чӳречинчен, тимӗр эреш витӗр, пӑхса тӑраттӑм:</verse>
				<verse number="7">акӑ хайхи, пурӑнӑҫ тутине пӗлмен яш ачасем хушшинче ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑка асӑрхарӑм,</verse>
				<verse number="8">урам тӑваткӑлӗ кӗтессинчен тепӗр енне каҫрӗ те пӗр аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ енне ҫул тытрӗ,</verse>
				<verse number="9">каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, ӗнтрӗк ҫапнӑччӗ, тӗттӗмленсе пыратчӗ.</verse>
				<verse number="10">Акӑ ӗнтӗ — ӑна хирӗҫ хӗрарӑм тухрӗ: аскӑнчӑк арӑм пек тумланнӑ, чее чӗреллӗскер,</verse>
				<verse number="11">шавлӑскер, ҫӑварлӑх мӗнне пӗлменскер; урисем унӑн килӗнче тӑмаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="12">вӑл е урамра, е урам тӑваткӑлӗнче, кашни кӗтесрех кӗтсе-сыхласа тӑрать.</verse>
				<verse number="13">Ҫав арӑм яш ачана ярса тытрӗ, чуптуса пӗтерчӗ, вӑл — кӗҫҫе пит — ҫапла каларӗ ӑна:</verse>
				<verse number="14">«эпӗ канӑҫлӑх парни кӳтӗм: паян эпӗ хам сӑмах панине туса ҫитертӗм;</verse>
				<verse number="15">ҫавӑнпах сана хирӗҫ тухрӑм, шыраса тупас терӗм, акӑ — тупрӑм сана;</verse>
				<verse number="16">выртас вырӑнӑма вителӗкпе, тӗрлӗ тӗслӗ ҫивиттипе — Египет таварӗпе — капӑрлатрӑм;</verse>
				<verse number="17">ҫывӑрмалли пӳлӗме смирна, алоэ тата корица сапса ырӑ шӑршӑ сартӑм;</verse>
				<verse number="18">кӗр ман патӑма, мӗн ирччен савӑшса киленӗпӗр, тӑраниччен юратупа савӑнӑпӑр;</verse>
				<verse number="19">упӑшкам килте ҫук: инҫе ҫула тухса кайнӑ;</verse>
				<verse number="20">хӑйпе пӗр енчӗк кӗмӗл илчӗ; киле уйӑх тулнӑ тӗле таврӑнать» терӗ.</verse>
				<verse number="21">Ачаш сӑмах кала-кала сӑхлантарчӗ вӑл яш ачана, ҫепӗҫ чӗлхи-ҫӑварӗпе парӑнтарчӗ ӑна.</verse>
				<verse number="22">Лешӗ вара тӳрех ун хыҫҫӑн уттарчӗ, пусма илсе каякан вӑкӑр пек, [касмӑка лартакан йытӑ пек,] ухӑпа перекен тӗле,</verse>
				<verse number="23">пӗверне ҫӗмрен шӑтарса тухас тӗле лекнӗ пӑлан пек, вӗҫен кайӑк хӑйшӗн вилӗмлӗх карнӑ серепене ним пӗлмесӗрех чӑмнӑ пек, кайрӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана, манӑн сӑмахӑма ӑша хывӑр.</verse>
				<verse number="25">Чӗрӳ аскӑн арӑмӑн ҫулӗ енне ан сулӑнтӑр, унӑн сукмакӗсемпе аташса ан ҫӳре:</verse>
				<verse number="26">ҫав арӑм нумайӑшне амантса ӳкернӗ, вӑйлӑ ҫынсене вӑл нумайӑшне вӗлернӗ:</verse>
				<verse number="27">унӑн килӗ — ҫӗр тӗпне ертсе каякан, вилӗмӗн шалти ҫуртне илсе анакан ҫул.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ӑслӑлӑх чӗнет мар-и? ӑс-хакӑл сасси янӑрамасть-и?</verse>
				<verse number="2">Ӑслӑлӑх ҫӳллӗ вырӑна, ҫул хӗррине, ҫул юппине пырса тӑрать;</verse>
				<verse number="3">вӑл хулана кӗнӗ ҫӗрте, хапха умӗнче, алӑк патӗнче ӳкӗтлет:</verse>
				<verse number="4">«эй ҫынсем, эпӗ сире чӗнсе калатӑп, сассӑм этем ывӑлӗсене ӳкӗтлет!</verse>
				<verse number="5">Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр.</verse>
				<verse number="6">Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс:</verse>
				<verse number="7">чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр;</verse>
				<verse number="8">манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук;</verse>
				<verse number="9">ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс.</verse>
				<verse number="10">Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах:</verse>
				<verse number="11">ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть.</verse>
				<verse number="12">Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп.</verse>
				<verse number="14">Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="16">эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать;</verse>
				<verse number="18">манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра;</verse>
				<verse number="19">манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп:</verse>
				<verse number="21">ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]</verse>
				<verse number="22">Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ;</verse>
				<verse number="23">эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ,</verse>
				<verse number="26">ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех,</verse>
				<verse number="28">ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех,</verse>
				<verse number="29">шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ:</verse>
				<verse number="30">ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ,</verse>
				<verse number="31">Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!</verse>
				<verse number="33">Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр, ҫавӑнтан ан чакӑр.</verse>
				<verse number="34">Кунӗн-ҫӗрӗн ман хапха умӗнче тӑрса, ман алӑк умӗнче хуралласах тӑрса мана итлекен ҫын — телейлӗ!</verse>
				<verse number="35">Мӗншӗн тесессӗн мана тупаканӗ пурӑнӑҫ тупнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫа тивлетне тивӗҫлӗ пулӗ;</verse>
				<verse number="36">мана хирӗҫ тӑрса ҫылӑха кӗрекенӗ хӑйӗн чунне сиен кӳрӗ: мана курайманнисем пурте вилӗме юратаҫҫӗ».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ӑслӑлӑх хӑйне валли ҫурт лартнӑ, унӑн ҫичӗ юпине чутласа якатнӑ,</verse>
				<verse number="2">парне выльӑхӗ пуснӑ, эрехне шӗветнӗ, сӗтел ҫине хатӗрленӗ;</verse>
				<verse number="3">вара тарҫисене хула тӳпемӗсенчен халӑха ҫапла йыхравлама янӑ:</verse>
				<verse number="4">«айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» Катӑк ӑслине вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="5">«килӗр, манӑн ҫӑкӑрӑма ҫийӗр, шывпа шӗветнӗ эрехӗме ӗҫӗр;</verse>
				<verse number="6">ӑссӑрлӑха пӑрахӑр та — пурӑнӑр, ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрӗр!»</verse>
				<verse number="7">Сӗмсӗр ҫынна ӑс парӑн — мӑшкӑла юлӑн, усал ҫынна ӳпкелӗн — намӑс курӑн.</verse>
				<verse number="8">Сӗмсӗр ҫынна ан питле: вӑл сана курайми пулӗ; ӑс пуррине питле — ҫавӑншӑн юратӗ вӑл сана;</verse>
				<verse number="9">ӑслине ӳкӗтле, вара вӑл тата ӑслӑрах пулӗ; тӳрӗ ҫынна вӗрент, вара вӑл тата пӗлӳ хушӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫаран хӑрани — ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ вӑл, Святоя ӑнланни — ӑс-хакӑл:</verse>
				<verse number="11">ман урлӑ санӑн пурӑнас куну хушӑнӗ, пурӑнас ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ.</verse>
				<verse number="12">[Ывӑлӑм!] эсӗ ӑслӑ пулсассӑн, хӑвӑншӑн [тата хӑвӑн ҫывӑх ҫыннусемшӗн] ӑслӑ; кӑра пулсассӑн вара — тӳсмеллине пӗчченех тӳсӗн. [Кам суяна хӑнӑхать, ҫавӑ ҫил кӗтсе ҫӳрет, ҫавӑ вӗҫекен кайӑксем хыҫҫӑн хӑвалать: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн иҫӗм пахчине ҫӳрес ҫула пӑрахнӑ, хӑйӗн хирӗнчи сукмаксемпе аташса ҫӳрет; типӗ пушхир урлӑ, шывсӑр хӑрӑнма пӳрнӗ ҫӗр урлӑ иртет; аллипе ҫук ҫимӗҫе пуҫтарать.]</verse>
				<verse number="13">Ӑссӑр-тӑнсӑр шапӑлкка хӗрарӑм, айванскер, нимӗн те пӗлменскер,</verse>
				<verse number="14">хула тӳпемне, хӑй килӗн алӑкӗ умне пукан ҫине тухса ларать те</verse>
				<verse number="15">ҫулпа иртсе пыракансене, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр пыракансене, чӗне пуҫлать:</verse>
				<verse number="16">«айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» тет, катӑк ӑслине вара ҫапла калать:</verse>
				<verse number="17">«вӑрланӑ шыв пылакрах, пытарса хӑварнӑ ҫӑкӑр тутлӑрах» тет.</verse>
				<verse number="18">Ӑна итлекенӗ хӑйне вилесем патне чӗннине, унччен чӗннӗ хӑнисем тамӑк тӗпне кайнине пӗлмест те. [Эсӗ тӳрех айккинелле сиксе ӳк, вырӑнта ан тӑр, ун ҫине ан пӑх: ҫапла эсӗ ют шыв урлӑ каҫса кайӑн. Нумай пурӑнас тесессӗн, ӗмӗрӳ вӑрӑм килтӗр тесессӗн, ют шывран аяккалла пӑрӑн, ют ҫӑлкуҫӗнчен ан ӗҫ.]</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Соломон ытарӑшӗсем. Ӑслӑ ывӑл ашшӗне савӑнтарать, ӑссӑр ывӑл вара амӑшне кулянтарать.</verse>
				<verse number="2">Усал ӗҫпе пухнӑ мул усӑ кӳмест, тӳрӗлӗх вара вилӗмрен хӑтарать.</verse>
				<verse number="3">Тӳрӗ ҫын чунне Ҫӳлхуҫа выҫӑпа асапланма памӗ, усал та хапкӑн ҫынна вара нимӗнсӗр хӑварӗ.</verse>
				<verse number="4">Юлхав алӑ ҫука кӑларать, ӗҫченӗн алли пуйтарать.</verse>
				<verse number="5">Ҫу кунӗсенче янтӑласа хуракан — ӑслӑ ывӑл, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче ҫывӑракан — тӑрлавсӑр ывӑл.</verse>
				<verse number="6">Тӳрӗ ҫын пуҫӗ ҫинче — пиллӗх, саккуна уяман ҫынсен чӗлхи-ҫӑварӗнче — усаллӑх.</verse>
				<verse number="7">Тӳрӗ ҫыннӑн ятне ырласа асӑнӗҫ, усал ҫынсенӗн ячӗ те йӗрӗнтерӗ.</verse>
				<verse number="8">Ӑслӑ чӗрелли ӳкӗтсене хапӑл тӑвать, ухмаха чӗлхи-ҫӑварӗ такӑнтарать.</verse>
				<verse number="9">Тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекен шанчӑклӑ ҫӳрет; ҫулне пӑтраштаракана хаса ҫитет.</verse>
				<verse number="10">Куҫне чеен хӗскелекен тарӑхтарать, ухмаха чӗлхи-ҫӑварӗ такӑнтарать.</verse>
				<verse number="11">Тӳрӗ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗ — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, саккуна уяман ҫынсен чӗлхи-ҫӑварӗнче — усаллӑх.</verse>
				<verse number="12">Курайманлӑх вӑрҫтарса ярать, юрату вара пур ҫылӑха та каҫарать.</verse>
				<verse number="13">Ӑслин чӗлхи-ҫӑварӗнче ӑслӑлӑх тӑрать, ӑссӑррин ҫурӑмӗ ҫинче чӗрӗ хулӑ вылять.</verse>
				<verse number="14">Ӑслисем пӗлӳ упраҫҫӗ, ӑссӑррине чӗлхи-ҫӑварӗ инкек патне ҫитерет.</verse>
				<verse number="15">Пуяншӑн мул вӑл — тӗреклӗ хула пек, чухӑншӑн ҫуклӑх — кӗлленнӗ вырӑн пек.</verse>
				<verse number="16">Тӳрӗ ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ — пурӑнӑҫ валли, усал ҫыннӑн ӑнӑҫӗ — ҫылӑх валли.</verse>
				<verse number="17">Вӗрентнине астуса тӑракан — пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫинче; питленине сивлекен аташса ҫӳрет.</verse>
				<verse number="18">Курайманлӑхне пытараканӑн чӗлхи ултавлӑ; элек сарса ҫӳрекен — ӑссӑр.</verse>
				<verse number="19">Нумай сӑмахланӑ чухне ҫылӑхран иртейместӗн, чӗлхине чарма пӗлекен — ӑслӑ-тӑнлӑ.</verse>
				<verse number="20">Тӳрӗ ҫын чӗлхи — таса кӗмӗл, усал ҫын чӗри вара — ниме те тӑмасть.</verse>
				<verse number="21">Тӳрӗ ҫын чӗлхи нумайӑшне сыхӑ усрать, ухмаххисем вара ӑсӗ ҫитменнипе пӗтеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ пуянлатать, унпа эсӗ хурлӑх мӗнне пӗлмӗн.</verse>
				<verse number="23">Ухмах ҫынна усал ӗҫ савӑнтарать, ӑслӑ ҫынна ӑслӑлӑх савӑнтарать.</verse>
				<verse number="24">Усал ҫын мӗнрен хӑрать, ҫавӑ ҫитет те ӑна, тӳрӗ ҫынсенӗн ӗмӗчӗ вара пурӑнӑҫа кӗрет.</verse>
				<verse number="25">Ҫил-тӑвӑл иртет те — усал ҫын ҫук та; тӳрӗ ҫынсем — ӗмӗрлӗх никӗс ҫинче.</verse>
				<verse number="26">Юлхав ҫынна ӗҫ хушса янӑ ҫыншӑн ҫакӑ — ҫӑварти йӳҫек пек, куҫа ҫиекен тӗтӗм пек.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫаран хӑракан кунҫулне тӑсать, ҫылӑхлисен вара ӗмӗрӗ кӗскелет.</verse>
				<verse number="28">Тӳрӗ ҫынсене савӑнӑҫ кӗтет, усал ҫынсенӗн ӗмӗчӗ сӳнет.</verse>
				<verse number="29">Айӑпсӑр ҫыншӑн Ҫӳлхуҫа ҫулӗ — хӳтлӗх, усал ӗҫ тӑвакансемшӗн вӑл — сехре хӑппи.</verse>
				<verse number="30">Тӳрӗ ҫын ӗмӗрне те хавшаса ӳкмӗ, ҫылӑхлисем вара ҫӗр ҫинче пурӑнса кураймӗҫ.</verse>
				<verse number="31">Тӳрӗ ҫын чӗлхи-ҫӑварӗнчен ӑслӑлӑх сарӑлать, усал чӗлхене — касса пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Тӳрӗ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗ мӗн ыррине пӗлет, усал ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен пӑсӑк сӑмах ҫеҫ тухать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Тӗрӗс мар виҫе — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх, Ӑна виҫе пуканӗ тӗрӗс пулни кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="2">Мӑнаҫлӑх килсессӗн намӑса юласси те ҫитет, йӑвашшисемпе пӗрле — ӑслӑлӑх. [Тӳрӗ ҫын вилсессӗн — хурланаҫҫӗ; усал ҫын вилсессӗн — юнашарах савӑнӑҫ тӑрать.]</verse>
				<verse number="3">Тӳрӗ чунлисене хӑйсен айӑпсӑрлӑхӗ ертсе пырӗ, ултавлӑ ҫынсене хӑйсен чеелӗхӗ пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫилӗ кунӗнче пуянлӑх пулӑшаймӗ, тӳрӗлӗх вара вилӗмрен ҫӑлса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="5">Айӑпсӑр ҫыннӑн тӳрӗлӗхӗ унӑн ҫулне такӑрлать, усал ҫын хӑйӗн усаллӑхне пула пӗтет.</verse>
				<verse number="6">Тӳрӗ чунлисене хӑйсен тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑварӗ, саккуна уяманнисем хӑйсен саккунсӑр ӗҫӗсен серепинех ҫакланӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Усал ҫынпа пӗрле унӑн ӗмӗчӗ те пӗтет, саккуна уяманнисен шанчӑкӗ те тӗп пулать.</verse>
				<verse number="8">Тӳрӗ ҫын инкекрен хӑтӑлать, ун вырӑнне инкеке усал ҫын лекет.</verse>
				<verse number="9">Чӗлхи-ҫӑварӗпе ултавҫӑ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӗтерет, тӳрӗ ҫынсем вара пурне те витӗр курса тӑнипе ҫӑлӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Тӳрӗ ҫынсем ырӑ курса пурӑннӑ чухне хула савӑнать, усал ҫынсем пӗтсессӗн — питех те хӗпӗртет.</verse>
				<verse number="11">Тӳрӗ ҫынсен пилӗпе хула ҫӗкленет, усал ҫынсен чӗлхи-ҫӑварӗпе — арканать.</verse>
				<verse number="12">Ӑсӗ ҫитменни хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хурлать; ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын шарламасть.</verse>
				<verse number="13">Сӑмах сарса ҫӳрекен вӑрттӑнлӑха уҫса парать; шанчӑклӑ ҫын пӗр сӑмах та кӑлармасть.</verse>
				<verse number="14">Ӑс паракан ҫук чухне халӑх тӑкӑнать, канаш паракан ҫителӗклӗ чухне вӑл ҫӑлӑнса юлать.</verse>
				<verse number="15">Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекен — инкеке кӗрекен; ҫӑка кӗнине сивлекен — шанчӑклӑ пурӑнакан.</verse>
				<verse number="16">Ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ арӑм [упӑшкине] чыс кӳрет, [тӳрӗлӗхе курайман арӑм вара — чӗр мӑшкӑл. Юлхавсем чухӑн пулаҫҫӗ,] ӗҫченнисен пуянлӑхӗ ӳсет.</verse>
				<verse number="17">Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын хӑйӗн чунне ырӑлӑх кӳрет, хытӑ чӗрелли вара хӑйне инкек кӑтартать.</verse>
				<verse number="18">Усал ҫын шанчӑксӑр ӗҫ тӑвать, тӳрӗлӗх акакана вара шанчӑклӑ парне тивӗҫет.</verse>
				<verse number="19">Тӳрӗлӗх вӑл — пурӑнӑҫ, усал хыҫҫӑн каякан вара хӑйӗн вилӗмне хирӗҫ васкать.</verse>
				<verse number="20">Чее чӗреллӗ ҫынсенчен Ҫӳлхуҫа йӗрӗнет, Вӑл айӑпсӑр ҫулпа ҫӳрекене кӑмӑллать.</verse>
				<verse number="21">Шансах тӑр: айӑплӑ ҫын тӳрре тухаймӗ; тӳрӗ ҫынсен вӑрлӑхӗ вара ҫӑлӑнса юлӗ.</verse>
				<verse number="22">Ӑссӑр хӗрарӑм илемӗ — сысна сӑмсине тирнӗ ылтӑн ҫӗрӗ.</verse>
				<verse number="23">Тӳрӗ ҫынсен ӗмӗчӗ — ырӑ тӑвасси, усал ҫынсен шухӑшӗ — ҫиллипе тӑвӑнасси.</verse>
				<verse number="24">Хӑш ҫын ытлашшипех парать — унӑн пурпӗр хушӑнсах тӑрать; тепӗри майӗ ҫук перекетлӗ — хӑй чухӑнлансах пырать.</verse>
				<verse number="25">Ыттисене пулӑшакан чуна ырлӑх-пурлӑх ҫитӗ, ыттисене ӗҫтерекене хӑйне те ӗҫтерӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Тырра пытарса хӑваракана халӑх ылханать; тырӑ сутаканӑн пуҫӗ ҫинче — пиллӗх.</verse>
				<verse number="27">Ҫынна ырӑ тума тӑрӑшакана хӑйне те ырӑ сунаҫҫӗ; усаллӑха шыракана вара хӑйӗн усаллӑхӗ ҫитет.</verse>
				<verse number="28">Хӑйӗн пуянлӑхне шанакан — ӳкет; тӳрӗ ҫынсем вара, ҫулҫӑ пек, ешерӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Хӑйӗн ҫуртне салатаканӑн еткерлӗхӗ — ҫил, ухмаххи ӑслӑ ҫыннӑн чури пулӗ.</verse>
				<verse number="30">Тӳрӗ ҫын ҫимӗҫӗ — пурӑнӑҫ йывӑҫӗ, ӑслӑ ҫын чунсене хӑй майлӑ ҫавӑрать.</verse>
				<verse number="31">Тӳрӗ ҫын хӑйне тивӗҫлине ҫӗр ҫинчех курать пулсассӑн, усал ҫынпа ҫылӑхлӑ ҫынна тавӑрасси паллах ӗнтӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Кам ӑса вӗрентнине юратать, ҫавӑ пӗлӗве юратать; кам питленине кураймасть, ҫавӑ ӑссӑр ҫын.</verse>
				<verse number="2">Ырӑ ҫын Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулать, ултавлӑ ҫынна Вӑл айӑпа хӑварать.</verse>
				<verse number="3">Саккуна уяман ҫын тытӑнса тӑраймӗ; тӳрӗ ҫынсенӗн тымарӗ вара хускалмасть.</verse>
				<verse number="4">Ырӑ арӑм — упӑшкишӗн пуҫкӑшӑль; намӑссӑр арӑм — упӑшки шӑмминчи ҫӗрӗк пек.</verse>
				<verse number="5">Тӳрӗ ҫынсенӗн ӗмӗчӗ-шухӑшӗ — тӳрӗлӗх, усал ҫынсенӗн тӗллевӗ — хаяр чеелӗх.</verse>
				<verse number="6">Усал ҫынсен сӑмахӗсем — юн тӑкма пытанса ларниех, тӳрӗ ҫынсенӗн сӑмахӗсем — ҫӑлакан сӑмахсем.</verse>
				<verse number="7">Йӗркесӗр ҫынна инкек тӗкӗнтӗр-ха — вӑл ҫук та, тӳрӗ ҫын ҫурчӗ вара унчченхи пекех ларать.</verse>
				<verse number="8">Ҫынна ӑсне кура мухтаҫҫӗ, чӗрипе пӑсӑлнӑ ҫынран йӗрӗнеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйне чапа хуракан, анчах выҫӑ ларакан ҫынран хӑй ӗҫӗпе тӑранса пурӑнакан ахаль ҫын лайӑхрах.</verse>
				<verse number="10">Тӳрӗ ҫын хӑй выльӑх-чӗрлӗхне те хӗрхенет, усал ҫын вара — хытӑ чӗреллӗ.</verse>
				<verse number="11">Хӑй ҫӗрне ӗҫлесе тӑракан тутӑ пулать; ӗҫсӗр ҫынсем хыҫҫӑн каякан — ӑсран тайлӑк. [Эрех ӗҫсе вӑхӑта ирттерекен — хӑй килне чыссӑра кӑларакан.]</verse>
				<verse number="12">Усал ҫын усаллӑх серепине ҫаклатма ӗмӗтленет; тӳрӗ ҫынсен тымарӗ вара хунав ярать.</verse>
				<verse number="13">Усал ҫын хӑй чӗлхин ҫылӑхӗпех чӑлханса ӳкет; тӳрӗ ҫын вара инкекрен хӑтӑлать. [Йӑваш куҫпа пӑхакана каҫарӗҫ, хапха анинче тӗл пулакан вара чунсене хурлантарать.]</verse>
				<verse number="14">Этем ырӑ сӑмахсен ҫимӗҫӗпе тӑранать, ҫынна ӗҫне кура тавӑрса парӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ӑссӑр ҫын хӑй ҫулне тӳрӗ тесе шутлать; канаш панине тимлекен ҫын — ӑслӑ ҫын.</verse>
				<verse number="16">Ӑссӑр ҫыннӑн ҫилли ҫийӗнчех курӑнать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑй кӳреннине палӑртмасть.</verse>
				<verse number="17">Хӑй пӗлнине калакан тӳррине калать; суя кӳнтелен сӑмахӗ — ултавлӑ.</verse>
				<verse number="18">Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать, ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет.</verse>
				<verse number="19">Тӗрӗс сӑмах — ӗмӗрлӗхе, суя сӑмах — самантлӑх.</verse>
				<verse number="20">Усал шухӑшлӑ ҫынсен чӗринче — ултавлӑх, тӑнӑҫлӑх кӳрекен ҫынсенӗн чӗринче — савӑнӑҫ.</verse>
				<verse number="21">Тӳрӗ ҫынна нимӗнле усал та пулмӗ, йӗркесӗр ҫынсенче — туп-тулли усаллӑх.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвартан йӗрӗнет, Вӑл тӳррине калакана кӑмӑллать.</verse>
				<verse number="23">Чипер ӑспуҫлӑ ҫын хӑй пӗлнине пытарать, ухмаххисен чӗри хӑй ухмахлӑхне кӑтартать.</verse>
				<verse number="24">Тимлесе ӗҫлекенӗн алли хуҫа пулӗ, кахал алли чуралӑха лекӗ.</verse>
				<verse number="25">Чӗри тӗлкӗшни этеме хавшатать, ырӑ сӑмах вара — савӑнтарать.</verse>
				<verse number="26">Тӳрӗ ҫын хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ҫул кӑтартать, усал ҫынсен ҫулӗ ӑна аташтарса ярать.</verse>
				<verse number="27">Кахал тупӑш кураймӗ; ӗҫчен ҫын вара ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнать.</verse>
				<verse number="28">Тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче — пурӑнӑҫ, унӑн сукмакӗ ҫинче вилӗм ҫук.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ӑслӑ ывӑл ашшӗ вӗрентсе каланине итлет, чӑрсӑрри вара питленине итлемест.</verse>
				<verse number="2">Ырӑ сӑмах калакан ырринех тутанать, саккуна пӑхӑнман ҫынсенӗн чунӗнче вара — усаллӑх.</verse>
				<verse number="3">Чӗлхине ирӗке яман ҫын хӑйӗн чунне упрать; карма ҫӑварсене инкек кӗтет.</verse>
				<verse number="4">Наян ҫын чунӗ ӗмӗтленет те — анчах усӑсӑр; ӗҫчен ҫыннӑн чунӗ — тӑранӗ.</verse>
				<verse number="5">Тӳрӗ ҫын суя сӑмаха кураймасть, усал ҫын вара хӑйнех намӑса хӑварать, хӑйнех хисепрен кӑларать.</verse>
				<verse number="6">Айӑпсӑр ҫынна ҫул ҫинче тӳрӗлӗх сыхлать, ҫылӑхлӑ ҫынна йӗркесӗрлӗхӗ пӗтерет.</verse>
				<verse number="7">Хӑш этем хӑйне пуян пек тытать — хӑйӗн нимӗн те ҫук; тепӗри хӑйне чухӑн пек тытать — хӑйӗн темӗн чухлӗ пуянлӑх.</verse>
				<verse number="8">Пуянлӑхӗпе этем хӑйӗн пурӑнӑҫне тӳлесе илет, чухӑн вара хӑратнине те илтмест.</verse>
				<verse number="9">Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫути хавассӑн ҫунать, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫути сӳнсе ларать. [Ултавлӑ чунсем ҫылӑх хушшинче аташса ҫӳреҫҫӗ, тӳрӗ чунлисем ҫыншӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, хӗрхенеҫҫӗ.]</verse>
				<verse number="10">Мӑнкӑмӑллӑх хирӗҫӳ кӑларать, пӗр-пӗринпе канашлакансем хушшинче вара — ӑслӑлӑх.</verse>
				<verse number="11">Ҫӑмӑлттайлӑха пула пуянлӑх иксӗлет, ӗҫӗпе пухса пыраканни ӑна ӳстерет.</verse>
				<verse number="12">Вӑрахчен пурӑнӑҫланман ӗмӗт чуна эрлентерет, тулли ӗмӗт вара — чӗрӗлӗх йывӑҫҫи пек.</verse>
				<verse number="13">Сӑмаха вырӑна хуман ҫын хӑйне сиен кӳрет; ӳкӗтрен хӑраса тӑракана сӑвап пулать.</verse>
				<verse number="14">[Ултавҫӑ ывӑлӗн нимӗн ырри те ҫук, ӑслӑ чуран вара ӗҫӗ ӑнса пырать, унӑн ҫулӗ те тӳрӗ.]</verse>
				<verse number="15">Ӑслӑ ҫын вӗрентӗвӗ — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, вӑл вилӗм серепинчен хӑтарать.</verse>
				<verse number="16">Ырӑ ӑс-хакӑл ыттисемшӗн те кӑмӑллӑ, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫулӗ — хаяр.</verse>
				<verse number="17">Кирек хӑш ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын та ӗҫе пӗлсе тӑвать, ухмаххи вара хӑй ухмаххине кӑтартать.</verse>
				<verse number="18">Начар элчӗ инкеке лекет, шанчӑкли вара ҫӑлӑнӑҫ кӳрет.</verse>
				<verse number="19">Вӗрентнине йышӑнман ҫын ҫука тухать, намӑс курать, ӑс панине тимлекен хисепе кӗрет.</verse>
				<verse number="20">Ӗмӗт тулни чуна кӑмӑллӑ; ухмахсем вара усалтан пӑрӑннине тӳсме пултараймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать.</verse>
				<verse number="22">Ҫылӑхлӑ ҫынсем хыҫҫӑн инкек-синкек ҫӳрет, тӳрӗ ҫынсене вара ырӑпа тавӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Ырӑ ҫын мӑнукӗсем валли те еткер хӑварать, ҫылӑхлин пуянлӑхӗ тӳрӗ ҫын валли сыхланса юлать.</verse>
				<verse number="24">Тулӑх тырпул чухӑнсен хирӗнче те пулать; анчах ӑна йӗрке ҫукки пӗтерет.</verse>
				<verse number="25">Чӗрӗ хулла хӗрхенекен хӑйӗн ывӑлне хӗрхенмест; ывӑлне юратакан вара ӑна ачаранпах тӑна кӗртсе тӑрать.</verse>
				<verse number="26">Тӳрӗ ҫын тӑраниччен ҫиет, йӗркерен тухнисенӗн вара хырӑмӗ пушӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Ӑслӑ арӑм кил тытса тӑрать, ухмаххи ӑна хӑй аллипех салатать.</verse>
				<verse number="2">Тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекенни Ҫӳлхуҫаран хӑрать; кукӑр ҫулпа ҫӳрекенни Ӑна уямасть.</verse>
				<verse number="3">Ӑссӑрӑн чӗлхи — мӑнкӑмӑллӑх саламачӗ; ӑслисен чӗлхи-ҫӑварӗ хӑйсенех сыхлать.</verse>
				<verse number="4">Вӑкӑр ҫук пулсассӑн, пӳлме пушӑ; пысӑк тупӑш вӑкӑр вӑйӗнчен килет.</verse>
				<verse number="5">Тӳрӗ кӳнтелен улталамасть, суя кӳнтелен суеҫтерсе тултарать.</verse>
				<verse number="6">Аскӑн этем ӑслӑлӑх шырать те — тупаймасть; ӑнкаруллӑ ҫын вара ҫӑмӑллӑнах вӗренет.</verse>
				<verse number="7">Ухмах ҫынран пӑрӑн — эсӗ унран ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмах илтеймӗн.</verse>
				<verse number="8">Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ — хӑйӗн ҫулне пӗлсе тӑни, тӑнсӑр ҫынсен ухмахлӑхӗ вара — аташса ҫӳрени.</verse>
				<verse number="9">Ӑссӑрсем ҫылӑх парнинчен кулаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсене вара Ҫӳлхуҫа кӑмӑллать.</verse>
				<verse number="10">Этем хуйхине унӑн чӗри ҫеҫ пӗлет, унӑн савӑнӑҫне те ютти хутшӑнаймасть.</verse>
				<verse number="11">Йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫурчӗ саланать, тӳрӗ ҫынсенӗн килӗ-ҫурчӗ пуянлансах пырать.</verse>
				<verse number="12">Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур; анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ.</verse>
				<verse number="13">Тепӗр чухне савӑннӑ хушӑрах чӗре ыратать, савӑнӑҫ хурлӑхпа вӗҫленет.</verse>
				<verse number="14">Пӑсӑк чунлӑ ҫын хӑй ҫулӗ мӗн кӳнипе, ырӑ чунли хӑй ҫулӗ мӗн кӳнипе тӑранӗ.</verse>
				<verse number="15">Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать.</verse>
				<verse number="16">Ӑслӑ ҫын хӑрать, усалтан пӑрӑнать, ухмаххи вӗчӗхет, хӑйне анчах шанать.</verse>
				<verse number="17">Авӑк ҫын ухмахла ӗҫ тума пултарать; юриех усал тӑвакана курайми пулӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Айваннисем еткерлӗхе ухмахлӑх илеҫҫӗ, ӑслӑ-тӑнлисем пӗлӗвӗпе мухтава тухаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Усаллисем ыррисем умӗнче, тӳрӗ маррисем тӳрӗ ҫын хапхи умӗнче пуҫ тайӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Чухӑнран ҫывӑх ҫыннисем те ютшӑнаҫҫӗ, пуянӑн вара — темӗн чухлӗ тус.</verse>
				<verse number="21">Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен йӗрӗнекен ҫын ҫылӑха кӗрет; чухӑна хӗрхенекене вара сӑвап пулать.</verse>
				<verse number="22">Аташса ҫӳрекенсем усал тӑваҫҫӗ, ырӑ ҫынсем вара ырӑ тӑваҫҫӗ, тӳрӗ пурӑнаҫҫӗ. [Усал тӑвакансем ырӑлӑхпа тӳрӗлӗхе ӑнланмаҫҫӗ.]</verse>
				<verse number="23">Кирек епле ӗҫӗн те тупӑшӗ пур, пушӑ сӑмах ҫапни вара сиен ҫеҫ кӳрет.</verse>
				<verse number="24">Ӑслисен мухтавӗ — вӗсен пуянлӑхӗ, ухмаххисен пурлӑхӗ — ухмахлӑх.</verse>
				<verse number="25">Тӳрӗ кӳнтелен чунсене ҫӑлать, суя кӳнтелен суйса тултарать.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫаран хӑрани — шанчӑклӑ хӳтлӗх, Вӑл сана та, санӑн ывӑлусене те хунтӑлать.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫаран хӑрани — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, Вӑл вилӗм серепинчен хӑтарать.</verse>
				<verse number="28">Патшанӑн чапӗ — халӑхӗ йышлӑ пулни, халӑхӗ сахал пулни — патшанӑн инкекӗ.</verse>
				<verse number="29">Чӑтӑмлӑ ҫыннӑн ӑсӗ-тӑнӗ пысӑк, вӗчӗхекен ҫын вара хӑйӗн ӑссӑрлӑхне кӑтартать.</verse>
				<verse number="30">Кӑмӑл йӑваш пулсассӑн — ӳт те сывлӑхлӑ, ӑмсану вара — шӑмӑри ҫӗрӗк пекех.</verse>
				<verse number="31">Мӗскӗне хӗсекен ӑна Пултаракана хурлать; Ӑна хисеплекен вара ҫуклӑхпа асапланакана пулӑшать.</verse>
				<verse number="32">Йӗркесӗр ҫын усал ӗҫӗшӗн пӑрахӑҫа тухӗ, тӳрӗ ҫын вилнӗ чухне те шанса тӑрать.</verse>
				<verse number="33">Ӑслӑлӑх вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын чӗринче пурӑнать, хӑй пуррине вӑл ухмахсем хушшинче те палӑртать.</verse>
				<verse number="34">Тӳрӗлӗх халӑха ҫӗклет, ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫ вара халӑха хисепрен кӑларать.</verse>
				<verse number="35">Патша ӑслӑ-тӑнлӑ чурана кӑмӑллать, вӑл ирсӗр ӗҫ тӑвакана ҫилленет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">[Ҫилӗ ӑслӑ-тӑнлисене те пӗтерет.] Йӑвашшӑн хуравлани ҫилле сирсе ярать, кӳрентерекен сӑмах вара хаярлӑха вӑратать.</verse>
				<verse number="2">Ӑслисенӗн чӗлхи ырӑ пӗлӳ парать, ӑссӑррисенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ухмахлӑх тӑкать.</verse>
				<verse number="3">Йӑлтах Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче: вӑл усаллисене те, ыррисене те курать.</verse>
				<verse number="4">Йӑваш чӗлхе — пурӑнӑҫ йывӑҫӗ, чараксӑр чӗлхе вара чуна пӗтерет.</verse>
				<verse number="5">Ӑссӑрри ашшӗ вӗрентсе каланине уямасть; питленине тӑнлакан вара — ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын; [тулли тӳрӗлӗхре пысӑк вӑй упранать, усал ҫынсем вара ҫӗр ҫинчен тӗппипех ҫухалӗҫ.]</verse>
				<verse number="6">Тӳрӗ ҫын килӗнче — иксӗлми пуянлӑх, усал ҫыннӑн вара тупӑшӗ те уссӑр.</verse>
				<verse number="7">Ӑслисенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пӗлӳ сарать, ӑссӑррисенӗн чӗри — апла мар.</verse>
				<verse number="8">Усал ҫынсен парнийӗ Ҫӳлхуҫана йӗрӗнтерет, тӳрӗ ҫынсен кӗллине Вӑл хапӑл тӑвать.</verse>
				<verse number="9">Усал ҫын ҫулӗ Ҫӳлхуҫана йӗрӗнтерет; Ҫӳлхуҫа тӳрӗлӗх ҫулӗпе пыракана юратать.</verse>
				<verse number="10">Ҫултан пӑрӑнакана хаса ҫитӗ, питленине курайманни те тӗп пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗр тӗпӗ те, Аваддон та уҫӑ — апла этем ывӑлӗсен чӗри пирки мӗн каламалли пур?</verse>
				<verse number="12">Аскӑн ҫын хӑйне питлекенсене юратмасть, ӑслисем патне те каймасть.</verse>
				<verse number="13">Савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн сӑнӗ-пичӗ те хаваслӑ, кулянакан чӗре вара чуна хавшатать.</verse>
				<verse number="14">Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри пӗлӳшӗн ҫунать, ӑссӑррисем ухмахлӑхпа тӑранса пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Телейсӗр ҫыннӑн пур кунӗ те хурлӑхлӑ; савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн — пӗр вӗҫсӗр уяв.</verse>
				<verse number="16">Ҫӗрме пуянлӑх пухса чӗтресе пурӑниччен Ҫӳлхуҫаран хӑраса сахаллипех ҫырлахни аванрах.</verse>
				<verse number="17">Юратса сӑйланӑ пахчаҫимӗҫ апачӗ кураймасӑр сӑйланӑ ашран — самӑртнӑ вӑкӑр ашӗнчен — аванрах.</verse>
				<verse number="18">Авӑк ҫын харкашу тапратать, тӳсӗмли вара хирӗҫӗве пусарать.</verse>
				<verse number="19">Наян ҫыннӑн ҫулне йӗплӗ курӑк пуснӑ, тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулӗ — тап-такӑр.</verse>
				<verse number="20">Ӑслӑ ывӑл ашшӗне савӑнтарать, ӑссӑр ывӑл хӑйӗн амӑшне те хисепе хумасть.</verse>
				<verse number="21">Ӑссӑрлӑх — ӑсран тайлӑк ҫыннӑн телейӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын вара тӳрӗ ҫулпа ҫӳрет.</verse>
				<verse number="22">Канаш ҫукки тытӑннӑ ӗҫе пӑсса ярать, канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать.</verse>
				<verse number="23">Пӗлсе хуравлани ҫынна хӑйне савӑнтарать, вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх!</verse>
				<verse number="24">Аяла, ҫӗр тӗпне, ӳкесрен пӑрӑнмашкӑн ӑслӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫӳлелле улӑхать.</verse>
				<verse number="25">Мӑнаҫлӑ ҫынсен ҫуртне Ҫӳлхуҫа ҫука хӑварать, тӑлӑх арӑмӑн ана чиккине тӗреклӗлетет.</verse>
				<verse number="26">Усал ҫынсен шухӑшӗ-ӗмӗчӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ирсӗрлӗх, айӑпсӑррисен сӑмахӗсем — Ӑна кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="27">Мула хапсӑнакан хӑйӗн кил-ҫуртне юхӑнтарать, парне-сӗрев панине курайман ҫын — пурӑнӗ.</verse>
				<verse number="28">Тӳрӗ ҫын чӗри мӗнле хуравламаллине вӗрентет, усал ҫынсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ирсӗрри анчах тухать. [Тӳрӗ ҫынсен ҫулӗсем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ; вӗсем урлӑ тӑшмансем те туссем пулса каяҫҫӗ.]</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫа усал ҫынсенчен аякра, анчах тӳрӗ ҫынсенӗн кӗллине илтет Вӑл.</verse>
				<verse number="30">Савӑк куҫ чуна савӑнтарать, ырӑ хыпар шӑмма-шакка тӗреклӗлетет.</verse>
				<verse number="31">Пурӑнма вӗрентнине тӑнлакан хӑлха — ӑслисем хушшинче вӑл.</verse>
				<verse number="32">Ӳкӗтленине йышӑнман ҫын хӑйӗн чунӗшӗн тӑрӑшмасть; питленине тӑнлаканӗ вара ӑс илет.</verse>
				<verse number="33">Турӑран хӑрани ӑслӑлӑха вӗрентет, мухтав вара йӑвашлӑх хыҫҫӑн килет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Этем хӑй ӑшӗнче шухӑшне шухӑшлать те, анчах татса парасси Ҫӳлхуҫаран килет.</verse>
				<verse number="2">Ҫынна хӑйӗн пур ҫулӗ те тасан курӑнать, анчах Ҫӳлхуҫа чуна тӗрӗслет.</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар, вара ӗмӗтӳ-шухӑшу пурӑнӑҫланӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа пӗтӗмпех Хӑй тӗллевӗпе тунӑ, усал ҫынна та хӗн-асап кунӗ валли усрать.</verse>
				<verse number="5">Кирек хӑш мӑнаҫлӑ ҫын та — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх; шантарсах калама пулать: вӑл хаса курмасӑр юлмӗ. [Ырӑ ҫул пуҫламӑшӗ — тӳрӗ пурӑнасси; Турӑ умӗнче ҫакӑ парне кӳнинчен кӑмӑллӑрах. Ҫӳлхуҫана шыракан пӗлӳпе тӳрӗлӗх тупӗ; Ӑна чӑнласах шыракансем канӑҫлӑх тупӗҫ.]</verse>
				<verse number="6">Хӗрхенӳллӗ те тӳрӗ пулсассӑн — ҫылӑх каҫарӑнать, Ҫӳлхуҫаран хӑрани усалтан сыхлать.</verse>
				<verse number="7">Ҫыннӑн ҫулӗ Ҫӳлхуҫашӑн юрӑхлӑ пулсассӑн, Вӑл унӑн тӑшманӗсене те унпа ҫураҫтарать.</verse>
				<verse number="8">Суя урлӑ нумай тупӑш иличчен вӑл сахал пултӑр та тӳрӗ ӗҫпе тупӑннӑ пултӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫын хӑй ӑшӗнче хӑйӗн ҫулне шухӑшласа хурать, анчах унӑн утӑмӗсене Ҫӳлхуҫа йӗркелесе тӑрать.</verse>
				<verse number="10">Патша чӗлхи-ҫӑварӗнче — Турӑ пӗлтернӗ сӑмах; унӑн сутра чӗлхипе ҫылӑха кӗме юрамасть.</verse>
				<verse number="11">Тӗрӗс виҫе те, виҫе тараси те — Ҫӳлхуҫаран; хутаҫри кире пуканӗсем те — Унранах.</verse>
				<verse number="12">Йӗркесӗр ӗҫ — патшасемшӗн ирсӗрлӗх: патша пуканӗ тӳрӗлӗхпе тытӑнса тӑрать.</verse>
				<verse number="13">Тӳрӗ чӗлхе-ҫӑвар патшашӑн кӑмӑллӑ, чӑннине калакана вӑл юратать.</verse>
				<verse number="14">Патша ҫилленни — вилӗм хыпарҫи; анчах ӑслӑ ҫын унӑн кӑмӑлне ҫавӑрать.</verse>
				<verse number="15">Патша ыррӑн пӑхни — пурӑнӑҫпа танах, вӑл кӑмӑллани — ҫурхи тулӑх ҫумӑр пек.</verse>
				<verse number="16">Ӑслӑлӑх пухни таса ылтӑн пухнинчен лайӑхрах, ӑс-хакӑл тупни таса кӗмӗл тупнинчен пахарах.</verse>
				<verse number="17">Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулӗ — усалтан пӑрӑнни: хӑйӗн ҫулне астуса тӑракан хӑйӗн чунне упрать.</verse>
				<verse number="18">Вилӗм умӗн мӑнкӑмӑллӑх, ӳкесси умӗн мӑнаҫлӑх пырать.</verse>
				<verse number="19">Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемпе тупӑш уйӑриччен йӑваш ҫынсемпе сапӑрлӑн пурӑнни лайӑхрах.</verse>
				<verse number="20">Ӗҫе ӑспа туса пыракан ырӑлӑх тупать, Ҫӳлхуҫана шанакан — телейлӗ.</verse>
				<verse number="21">Ӑслӑ чӗреллӗ ҫынна ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын тейӗҫ, ҫепӗҫ чӗлхе те пӗлӳ хушать.</verse>
				<verse number="22">Ӑс пуррисен ӑс-хакӑлӗ — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, ӑссӑррисен пӗлӗвӗ — ухмахлӑх.</verse>
				<verse number="23">Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри унӑн чӗлхине те ӑс кӳрет, ҫавӑн пек чӗлхе пӗлӗве ӳстерет.</verse>
				<verse number="24">Ҫепӗҫ чӗлхе вӑл — караслӑ пыл: вӑл чуншӑн та пылак, шӑмшакшӑн та сиплӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур, анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ.</verse>
				<verse number="26">Ӗҫҫынни хӑйӗншӗн ӗҫлет: ӑна хӑйӗн пырӗ ҫапла тума хистет.</verse>
				<verse number="27">Чее ҫын усал ӗҫ тӗвӗлет, чӗлхи-ҫӑварӗ унӑн — вӗтелекен вут-ҫулӑм пек.</verse>
				<verse number="28">Ултавлӑ ҫын харкаштарса ярать, элек саракан — туссене уйӑрать.</verse>
				<verse number="29">Усал сунакан хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӑсса ярать, ӑна ырӑ мар ҫул ҫине тӑма хӗтӗртет;</verse>
				<verse number="30">куҫне хӗсекен — ултавлӑх хатӗрлекен, шӑлне ҫыртсах усал ӗҫ тӑвать вӑл; [вӑл — хаярлӑх кӑмаки.]</verse>
				<verse number="31">Мухтав тӳпи — шуралнӑ ҫӳҫ, вӑл — тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче.</verse>
				<verse number="32">Вӑрах тӳсӗмлӗ ҫын хӑюллинчен аванрах, хӑйне алӑра тытаканӗ хулана ҫӗнсе илекенрен лайӑхрах.</verse>
				<verse number="33">Хӗврен шӑпа туртаҫҫӗ, анчах мӗнле шӑпа тухасси пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫаран килет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Темӗн чухлӗ выльӑх пусса, анчах харкашса пурӑнакан кил-ҫуртран тип ҫӑкӑр татӑкӗпе тӑнӑҫлӑх аванрах.</verse>
				<verse number="2">Ӑслӑ чура тӑрлавсӑр ывӑла пуҫ пулать, унӑн тӑванӗсене тивекен еткерлӗхрен пай илет.</verse>
				<verse number="3">Шӑратмалли кӑмака — кӗмӗл валли, тимӗрҫӗ вучахӗ — ылтӑн валли, чӗрене вара Ҫӳлхуҫа тӗрӗслет.</verse>
				<verse number="4">Усал ҫын йӗркесӗр чӗлхе-ҫӑвара тӑнлать, суеҫӗ сӑтӑр тӑвакан чӗлхене итлет.</verse>
				<verse number="5">Мӗскӗне хӑртакан ӑна Пултаракана хурлать; ҫын инкекӗшӗн савӑнакан хаса курмасӑр юлмӗ; [хӗрхенекен кӑмӑллине вара каҫарӗҫ.]</verse>
				<verse number="6">Ваттисен пуҫкӑшӑлӗ — ывӑлӗсен ывӑлӗсем, ачисенӗн чапӗ — вӗсен ашшӗ-амӑшӗ. [Турра парӑннӑ ҫыннӑн — тӗнче тулли пуянлӑх, Турӑсӑр пурӑнаканӑн вара — вак укҫа та ҫук.]</verse>
				<verse number="7">Ӑссӑра ӑслӑн калаҫни килӗшмест, чыслӑ ҫынна суеҫтерсе калаҫни килӗшмест.</verse>
				<verse number="8">Парне вӑл — хаклӑ чул пекех, унӑн хуҫи пур ӗҫе те ӑнӑҫтарса пырать.</verse>
				<verse number="9">Юрату шыракан кӳренӗҫе асра тытмасть, айӑпа аса илтерсех тӑракан вара тусне ҫухатать.</verse>
				<verse number="10">Ӑнкаруллӑ ҫынна асӑрхаттарса калани ухмаха ҫӗр хут ҫапнинчен вӑйлӑрах пырса тивет.</verse>
				<verse number="11">Пӑтратса ҫӳрекен усаллине анчах шырать: ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ хаяр ангел ярӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ӑссӑр ҫыннӑн ӑссӑрлӑхӗпе тӗл пуличчен ҫурисемсӗр тӑрса юлнӑ упа амине тӗл пулни лайӑхрах.</verse>
				<verse number="13">Кам ырӑ ӗҫшӗн усалпа тавӑрать, ҫавӑн килӗнчен усал хӑпмасть.</verse>
				<verse number="14">Хирӗҫӳ пуҫламӑшӗ — пӗве татӑлса кайнӑ пек; хирӗҫсе хӗрсе кайиччен ӑна чарса ларт.</verse>
				<verse number="15">Усал ҫынна тӳрре кӑларакан та, тӳрӗ ҫынна айӑплакан та — вӗсем иккӗшӗ те Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх.</verse>
				<verse number="16">Ӑссӑр ҫын аллинчи мул мӗне кирлӗ-ха? Ӑслӑлӑх илме унӑн тӑнӗ ҫитмест. [Ҫуртне ҫӳллӗ лартакан ӳксе вилессе шырать; вӗренессинчен пӑрӑнакан вара инкеке кӗрсе ӳкет.]</verse>
				<verse number="17">Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет.</verse>
				<verse number="18">Ӑсран тайлӑк ҫын аллине тӑсса парать, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннишӗн ҫӑка кӗрет.</verse>
				<verse number="19">Харкашма юратакан ҫылӑха юратать, хапхине ҫӳллӗ тӑвакан ӳксе вилессе шырать.</verse>
				<verse number="20">Ултавлӑ чӗрелли ыррине тупаймасть, чее чӗлхелли инкеке лекет.</verse>
				<verse number="21">Ухмаха ҫуратакан хуйхӑ тупнӑ, ухмахӑн ашшӗ савӑнса кураймасть.</verse>
				<verse number="22">Хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ пекех, ырӑ тӑвать, пусӑрӑнчӑк кӑмӑл шӑмшака типӗтет.</verse>
				<verse number="23">Усал ҫын, тӳрӗ сутӑн ҫулне пӑсас тесе, хӗврен кӑларса паракан сӗреве йышӑнать.</verse>
				<verse number="24">Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын Ӑслӑлӑх енне пӑхать, ӑссӑрӑн куҫӗ вара — ҫӗрӗн тепӗр вӗҫӗнче.</verse>
				<verse number="25">Ӑссӑр ывӑл — ашшӗне тарӑхтармӑш, амӑшне — кулянтармӑш.</verse>
				<verse number="26">Тӳрӗ ҫынна айӑплани те, пуҫлӑхсене тӳрӗлӗхшӗн хӗнени те аван мар.</verse>
				<verse number="27">Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын сӑмах вылятмасть, ырӑ шухӑшлӑ ҫын хӗрсе каймасть.</verse>
				<verse number="28">Шарламан чухне ухмах та ӑслӑн курӑнма пултарать, ҫӑварне хупма пӗлекен те тӑнлӑ-пуҫлӑ пек курӑнать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Хӑй еккипе пурӑнакан хӑй кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каять, пӗр ӑслӑ канаша та йышӑнмасть.</verse>
				<verse number="2">Ӑссӑр ҫын пӗлӗве юратмасть, уншӑн пулсан — хӑйӗн ӑсне кӑтартса пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Усал ҫын килет — унран йӗрӗнесси те килет, чыссӑрлӑх килет — ӑна хӑртасси те килет.</verse>
				<verse number="4">Ҫын каланӑ сӑмах — тарӑн шыв вӑл; ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ — вӗҫӗм юхакан юхӑм.</verse>
				<verse number="5">Тӳрӗ ҫынна сутра ҫапса хуҫасшӑн усал ҫын майлӑ пулни аван мар.</verse>
				<verse number="6">Ӑссӑрӑн чӗлхи вӑрҫӑ-харҫӑ пуҫласа ярать, сӑмахӗсем хӗнесси патне илсе ҫитереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӑссӑрӑн чӗлхи ҫыннине хӑйнех пӗтерет, чӗлхи-ҫӑварӗ те — хӑй чунӗшӗн карнӑ серепе.</verse>
				<verse number="8">Элекҫӗ сӑмахӗсем — пылак ҫимӗҫ пек, вӗсем ӑшчикех кӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Тимсӗр ӗҫлекен ҫын — салатаканӑн тӑванӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа ячӗ — тӗреклӗ пашне: тӳрӗ ҫын ҫавӑнта тарса пытанать те — хӑтӑлать.</verse>
				<verse number="11">Пуяншӑн мул вӑл — тӗреклӗ хула пек, вӑл ӑна ҫӗнтерейми хӳме вырӑнне хурать.</verse>
				<verse number="12">Этем чӗри пӗтес умӗн мӑнаҫланса каять, мухтав вара йӑвашлӑх хыҫҫӑн килет.</verse>
				<verse number="13">Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна.</verse>
				<verse number="14">Ҫыннӑн халсӑрлӑхне чунӗ тӳссе ирттерет; чунӗ хавшанӑ пулсассӑн, ӑна кам тӗрек парӗ?</verse>
				<verse number="15">Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри пӗлӳ пухать, тӑнлӑ ҫыннӑн хӑлхи те пӗлӳ шырать.</verse>
				<verse number="16">Парне пани ҫынна ҫул уҫса парать, аслӑ ҫынсем патне кӗме май парать.</verse>
				<verse number="17">Тавӑҫра ӗҫе малтан пуҫараканӗ тӗрӗс пек, анчах унпа тупӑшаканни килет те, ӗҫ урӑхла курӑнать.</verse>
				<verse number="18">Шӑпа яни тавлашӑва чарать, вӑйлӑ хирӗҫтӑрансен тавӑҫне татса парать.</verse>
				<verse number="19">Вӗчӗллӗ тӑван — ҫӗнтерейми тӗреклӗ хула пек, тавлашу-хирӗҫӳ вара — хапха сӑлӑпӗ пек.</verse>
				<verse number="20">Этем хӑй чӗлхи-ҫӑварӗн ҫимӗҫӗпе тӑранать; чӗлхи мӗн тупать, ҫавӑнпа тӑранать вӑл.</verse>
				<verse number="21">Чӗлхе вӗлерме те, чӗрӗ хӑварма та пултарать, чӗлхипе туслисем унӑн ҫимӗҫне тутанӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Кам ырӑ арӑм тупнӑ, ҫавӑ ырӑлӑх тупнӑ, Турӑран тивлет илнӗ. [Ырӑ арӑма хӑваласа яракан — хӑйӗн телейне хуса яракан; аскӑн арӑм тытса усракан — ӑссӑр та йӗркесӗр ҫын вӑл.]</verse>
				<verse number="23">Мӗскӗн ҫын йӑлӑнса калать, пуянни тӳрккес хуравлать.</verse>
				<verse number="24">Кам тус-юлташ тупасшӑн, унӑн хӑйӗн те туслӑ пурӑнма пӗлмелле;</verse>
				<verse number="25">хӑш тус тӑванран та ҫывӑхрах пулать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Айӑпа кӗмесӗр пурӑнакан чухӑн ҫын суя чӗлхе-ҫӑварлӑ [пуянран], ҫитменнине тата ухмах ҫынран, лайӑхрах.</verse>
				<verse number="2">Чуна пӗлӳсӗр аван мар, васкаканӑн ури йӑнӑш пусать.</verse>
				<verse number="3">Ҫыннӑн ҫулне ӑссӑрлӑхӗ пӑсать, чӗри вара Ҫӳлхуҫана тарӑхать.</verse>
				<verse number="4">Пуянлӑх тус-юлташ йышне ӳстерет, чухӑна вара хӑйӗн тусӗ те пӑрахать.</verse>
				<verse number="5">Суя кӳнтелен айӑпланмасӑр юлмасть, улталаса калаҫакан ҫӑлӑнаймасть.</verse>
				<verse number="6">Нумайӑшӗ чаплӑ ҫынсене юрама тӑрӑшать, парне параканпа кирек кам та туслашать.</verse>
				<verse number="7">Чухӑна пур тӑванӗ те кураймасть, унран тусӗсем те пӑрӑнса каяҫҫӗ: калаҫасчӗ тесе вӗсем хыҫҫӑн чупать вӑл — калаҫакан та ҫук.</verse>
				<verse number="8">Кам ӑс пухать — ҫавӑ чунне юратать; кам тӑнпа пурӑнать, ҫавӑ ырӑлӑх тупать.</verse>
				<verse number="9">Суя кӳнтелен айӑпланмасӑр юлмасть, улталаса калаҫакан — тӗп пулать.</verse>
				<verse number="10">Ӑссӑра чаплӑлӑх килӗшмест, тарҫӑна чаплӑ ҫынсен хуҫи пулни килӗшмест.</verse>
				<verse number="11">Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын час ҫилленсе ӳкмест, унӑн мухтавӗ — ҫын айӑпне каҫарма пӗлни.</verse>
				<verse number="12">Патша ҫилли — арӑслан тулхӑрни пек, ыркӑмӑллӑхӗ — курӑк ҫине ӳкекен сывлӑм пек.</verse>
				<verse number="13">Ӑссӑр ывӑл — ашшӗшӗн куляну вӑл, харкашакан арӑм — чарӑнмасӑр тумлакан тумла.</verse>
				<verse number="14">Кил-ҫуртпа пурлӑх — ашшӗ-амӑшӗнчен юлакан еткерлӗх, ӑслӑ-тӑнлӑ арӑм — Ҫӳлхуҫа панӑ еткер.</verse>
				<verse number="15">Наянлӑх ҫынна ыйхӑ чӑпти тӑвать, тимсӗр чун выҫӑпа асапланать.</verse>
				<verse number="16">Ӳкӗте уякан хӑйӗн чунне упрать, хӑйӗн ҫулӗшӗн тӑрӑшман ҫын — пӗтет.</verse>
				<verse number="17">Чухӑна пулӑшакан Ҫӳлхуҫана кивҫен парать, Вӑл ӑна ырӑ ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрать.</verse>
				<verse number="18">Тӳрленес шанӑҫӗ пур чухне ывӑлна ҫапкӑ парсах тӑр, анчах асту, вӗлерсе ан пӑрах ӑна.</verse>
				<verse number="19">Ҫилӗллӗ ҫынна хаса памаллах: хӗрхентӗн пулсан, кайран ӑна ытларах айӑплама тивет.</verse>
				<verse number="20">Ӳлӗмрен ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, канаш панине итле, питленине хапӑл пул.</verse>
				<verse number="21">Этем чӗринче ӗмӗчӗ-шухӑшӗ нумай та, анчах Ҫӳлхуҫа палӑртни ҫеҫ пурӑнӑҫланать.</verse>
				<verse number="22">Ҫыннӑн савӑнӑҫӗ — ырӑ туса пурӑнни, чухӑн ҫын ултавҫӑран аванрах.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫаран хӑрасассӑн чӗрӗ пулатӑн, ҫакӑ пулсассӑн этем яланах тулли кӑмӑллӑ, ӑна усал та тивеймӗ.</verse>
				<verse number="24">Наян хӑй аллине тирӗкех чикет, анчах ҫӑварӗ патне ҫӗклеме ӳркенет.</verse>
				<verse number="25">Сӗмсӗр ҫынна хаса патӑн пулсассӑн, айванни те ӑса кӗрӗ; ӑслӑ-тӑнлине питлерӗн пулсассӑн, вӑл мӗн ӳкӗтленине ӑнланӗ.</verse>
				<verse number="26">Ашшӗне ҫука хӑваракан, амӑшне хӑваласа кӑларакан — намӑса пӗлмен чыссӑр ывӑл.</verse>
				<verse number="27">Эй ывӑлӑм, ӑслӑ сӑмахран пӑрӑнма хистекенсене итлеме пӑрах эсӗ.</verse>
				<verse number="28">Ултавлӑ кӳнтелен сута мӑшкӑл тӑвать, йӗркесӗр ҫын суя-ултава апат пек ҫӑтать.</verse>
				<verse number="29">Мӑшкӑлҫӑ — сутран, ӑссӑр ҫын ҫан-ҫурӑмӗ ҫапкӑран иртеймӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Эрех — мӑшкӑллать, ҫиккер — кӑра та чарусӑр; вӗсене кӑмӑллакан кирек кам та — ӑссӑр.</verse>
				<verse number="2">Патшанӑн хаярлӑхӗ — арӑслан тулхӑрни пек: ӑна тарӑхтаракан хӑйне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать.</verse>
				<verse number="3">Вӑрҫӑ-хирӗҫӳрен пӑрӑнни ҫынна хисеп кӳрет; ӑссӑрри вара кирек хӑшӗ те чӑркӑш.</verse>
				<verse number="4">Кахал ҫын хӗлле сухаламасть: апла тырӑҫи вӑхӑтӗнче нимӗн те тупаймӗ.</verse>
				<verse number="5">Этем чӗринчи ӗмӗт-шухӑш — тарӑн шыв, анчах ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫавӑнтан та ӑса-ӑса илет.</verse>
				<verse number="6">Нумайӑшӗ ҫынна хӗрхенекен кӑмӑлӗшӗн мухтать, анчах тӳрӗ ҫынна тупайӑн-и?</verse>
				<verse number="7">Тӳрӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр пурӑнать: унран юлакан ачисем унӑн телейлӗ!</verse>
				<verse number="8">Патша сут тума ларать те — куҫӗпе пур усала та хӑваласа салатать.</verse>
				<verse number="9">«Эпӗ ӗнтӗ чӗреме тасатрӑм, эпӗ ҫылӑхран тасалтӑм» тесе калама кам пултарӗ?</verse>
				<verse number="10">Виҫнӗ — тӗрӗс мар виҫнӗ, сахаллине нумай пек кӑтартаҫҫӗ, иккӗшӗ те — Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх.</verse>
				<verse number="11">Ача мӗнле ҫын пулассине, — ырӑ пулӗ-и вӑл, тӳрӗ-и, — вӑл мӗнле ӗҫе кӑмӑлланинчен те пӗлме пулать.</verse>
				<verse number="12">Илтекен хӑлха, куракан куҫ — ӑна та, кӑна та Ҫӳлхуҫа пултарнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫывӑрма юратсассӑн — ҫуклӑха тӑрса юлӑн; куҫна ан хуп — вара тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗн.</verse>
				<verse number="14">«Япӑх, япӑх» тет тавар туянаканни, айккине пӑрӑнать те — мухтанать.</verse>
				<verse number="15">Ылтӑн пур, ӗнчӗ те нумай, анчах ӑслӑ чӗлхе-ҫӑвар пуринчен те хаклӑрах.</verse>
				<verse number="16">Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекенрен кӗпине саклата ил; унран аякран килнӗ ҫыншӑн та салук ил.</verse>
				<verse number="17">Тӳрӗ мар ӗҫпе тупӑннӑ ҫӑкӑр тутлӑ, анчах кайран ҫӑвар чуллӑ хӑйӑрпа тулса ларӗ.</verse>
				<verse number="18">Пуҫӑннӑ ӗҫ сӳтсе явсассӑн вӑй илет, вӑрҫӑ вӑрҫатӑн пулсассӑн канашласах тӑр.</verse>
				<verse number="19">Сӑмах сарса ҫӳрекен — вӑрттӑнлӑха уҫакан, карма ҫӑварпа ан явӑҫ.</verse>
				<verse number="20">Кам хӑйӗн ашшӗпе амӑшне хурлать, ҫавӑн ҫурти сӗм-сӗмлӗхре сӳнсе ларать.</verse>
				<verse number="21">Малтан васкаса ярса илнӗ еткерлӗх кайран пиллӗх илеймӗ.</verse>
				<verse number="22">«Усал тунӑшӑн тавӑрӑп» тесе ан кала; Ҫӳлхуҫана шан — Вӑл сана сыхласа хӑварӗ.</verse>
				<verse number="23">Тӗрӗс мар виҫе пуканӗсем — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх, тӗрӗс мар тараса та — ырӑ мар япала.</verse>
				<verse number="24">Утасса этем Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе утать; этемӗн хӑйӗн ҫулне епле пӗлмелле-ши?</verse>
				<verse number="25">Васкаса тупа туни, кайран ҫеҫ каллӗ-маллӗ шухӑшлани — ҫыншӑн танатапа пӗрех вӑл.</verse>
				<verse number="26">Ӑслӑ патша усал ҫынсене сӑвӑрса уйӑрать, вӗсем ҫине кустӑрмаллӑ тӑпач кӗртсе ярать.</verse>
				<verse number="27">Этем чунӗ-чӗмӗ — Ҫӳлхуҫа ҫутаткӑҫӗ, вӑл чӗрене витӗрех ҫутатса тӗрӗслет.</verse>
				<verse number="28">Патшана ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх сыхласа усрать, патшалӑхне вӑл хӑй ырӑ пулнипе хунтӑлать.</verse>
				<verse number="29">Яш ачасенӗн мухтавӗ — вӗсенӗн вӑйӗ-халӗ, ватӑсенӗн илемӗ — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ.</verse>
				<verse number="30">Суранпа ҫӗвӗк усал ҫынна тасатаҫҫӗ, ҫапкӑ этем ӑшчиккине тӳрлетет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Патша чӗри Ҫӳлхуҫа аллинче юхӑм шыв пек: ӑҫталла ярас тет — Вӑл ӑна ҫавӑнталла ярать.</verse>
				<verse number="2">Ҫынна хӑйӗн пур ҫулӗ те тӳрӗ пек курӑнать; анчах Ҫӳлхуҫа чӗрене тӗрӗслет.</verse>
				<verse number="3">Тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗхе уяса пурӑнни Ҫӳлхуҫашӑн парне кӳнинчен юрӑхлӑрах.</verse>
				<verse number="4">Усал ҫынсем мӑнаҫлӑн пӑхнипе, мӑнкӑмӑллӑ чӗрипе палӑрса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ — ҫылӑх вӑл.</verse>
				<verse number="5">Тимлӗ ҫын тулӑх пурӑнма тӑрӑшать, хӗвӗшекен ҫын вара ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнать.</verse>
				<verse number="6">Ултавлӑ чӗлхепе мул пухакан — ҫук япала хыҫҫӑн чупакан, вилӗм шыракан.</verse>
				<verse number="7">Усал ҫынсен пусмӑрӗ хӑйсенех пырса ҫапӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗлӗхрен сивӗннӗ.</verse>
				<verse number="8">Пӑсӑлнӑ ҫыннӑн ҫулӗ — кукӑр-макӑр ҫул; кам таса, унӑн ӗҫӗ те тӳрӗ.</verse>
				<verse number="9">Чӑркӑш арӑмпа пысӑк ҫуртра пурӑниччен ҫурт тӑрринчи кӗтесре пурӑнни лайӑхрах.</verse>
				<verse number="10">Йӗркесӗр ҫыннӑн чунӗ усал тӑвасшӑн: вӑл хӑйӗн тусне те хӗрхенес ҫук.</verse>
				<verse number="11">Сӗмсӗр ҫынна хаса парсассӑн, айванни те ӑса кӗрет; ӑслине тӑн парсассӑн — вӑл пӗлӳ туянать.</verse>
				<verse number="12">Тӳрӗ ҫын, усал ҫын килне сӑнаса, усал ҫынсем епле ҫылӑха кӗрсе ӳкнине курать.</verse>
				<verse number="13">Чухӑн ҫын ӳлесе йӗнӗ чухне хӑлхине хуплаканӗ хӑй те ӳлесе йӗрӗ, анчах илтекенӗ пулмӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӑрттӑн парне ҫилле путарать, хӗве чиксе панӑ сӗрев хаярлӑха пусарать.</verse>
				<verse number="15">Тӳрӗ сута пӑхӑнни — тӳрӗ ҫыннӑн савӑнӑҫӗ, усал тӑвакансемшӗн вӑл — сехре хӑппи.</verse>
				<verse number="16">Ӑстӑн ҫулӗнчен аташса кайнӑ ҫын вилесен йышне хушӑнӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑййа-кулла юратакан ҫука тухать; эрехе тата ҫуллӑ ҫимӗҫе юратакан — пуяймӗ.</verse>
				<verse number="18">Тӳрӗ ҫыншӑн усал ҫын парса, тӳрӗ кӑмӑллишӗн ултавлӑ ҫын парса тӳлӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Хаяр та чӑркӑш арӑмпа пурӑниччен пушхирте пурӑнни лайӑхрах.</verse>
				<verse number="20">Ӑмсантаракан мулпа ҫуллӑ ҫимӗҫ — ӑслӑ ҫын килӗнче вӑл, ӑссӑрри вара ҫакна салатса пӗтерет.</verse>
				<verse number="21">Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхе уяса пурӑнаканӗ пурӑнӑҫ та, тӳрӗлӗх те, мухтав та тупать.</verse>
				<verse number="22">Ӑслӑ ҫын паттӑрсен хулине пырса кӗрет те лешӗсем шанса тӑнӑ тӗреке аркатать.</verse>
				<verse number="23">Хӑйӗн чӗлхи-ҫӑварне астуса тӑракан хӑйӗн чунне инкекрен упрать.</verse>
				<verse number="24">Мӑнаҫлӑ усал ҫын — вӑл мӑшкӑлҫӑ ятлӑ — тӑвас тенине чарусӑрла мухтанса тӑвать.</verse>
				<verse number="25">Наяна ӗмӗтсӗрлӗхӗ пӗтерет — ӗнтӗ алли унӑн ӗҫрен ютшӑннӑ;</verse>
				<verse number="26">вӑл кирек хӑш кун та выҫӑхать, тӳрӗ ҫын вара парать — хӗрхенмест.</verse>
				<verse number="27">Усал ҫынсем кӳнӗ парне — ирсӗрлӗх, чееленсе кӳни вара — тата ирсӗртерех.</verse>
				<verse number="28">Суя кӳнтелен тӗп пулать, хӑй пӗлнине калаканӗ вара яланах калаҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Усал ҫыннӑн сӑнӗ-пичӗ те сӗмсӗр, йӗркеллӗ ҫын вара хӑйӗн ҫулӗпе ҫирӗп пырать.</verse>
				<verse number="30">Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр ӑслӑлӑх та, ӑс-хакӑл та, канаш та пулас ҫук.</verse>
				<verse number="31">Урхамаха вӑрҫӑ кунӗ валли хатӗрлеҫҫӗ, анчах та ҫӗнтерӳ Ҫӳлхуҫаран килет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Ырӑ ят ҫӗрме пуянлӑхран аванрах, ырӑ мухтав кӗмӗлпе ылтӑнран аванрах.</verse>
				<verse number="2">Пуянпа чухӑн пӗр-пӗринпе тӗл пулаҫҫӗ: ӑна та, кӑна та Ҫӳлхуҫа пултарнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Йӑвашланнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран хӑрасси, пуянлӑх, мухтав тата пурӑнӑҫ килет.</verse>
				<verse number="5">Ултавҫӑ ҫулӗ ҫинче — йӗплӗ хулӑпа серепе: кам хӑйӗн чунне упрать — вӗсенчен айккинелле пӑрӑнать.</verse>
				<verse number="6">Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ.</verse>
				<verse number="7">Пуян ҫын чухӑн хуҫи пулать, парӑмлӑ ҫын кивҫен параканӑн чури пулса тӑрать.</verse>
				<verse number="8">Тӗрӗсмарлӑх акаканӗ инкек вырса илет, ун хаярлӑхӗн туйи арканӗ. [Ырӑ кӑмӑлпа паракана Турӑ юратать, ун ӗҫӗнче мӗн ҫитменнине ҫитерет.]</verse>
				<verse number="9">Хӗрхенекен кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн кӗлмӗҫе хӑйӗн ҫӑкӑрне парать. [Парне паракан ҫӗнтерет, хисеп илет, вӑл парне илекенӗсен чунне те тыткӑнлать.]</verse>
				<verse number="10">Сӗмсӗр ҫынна хӑваласа яр та — харкашу та путланӗ, вӑрҫӑ-харҫӑ та чарӑнӗ.</verse>
				<verse number="11">Чун тасалӑхне юратакан, кӑмӑллӑ калаҫакан патшана ҫывӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа куҫӗ пӗлӗве сыхласа тӑрать, Вӑл саккуна пӑсаканӑн сӑмахне аркатать.</verse>
				<verse number="13">Наян ҫын: «урамра арӑслан! пӳртрен тухсанах вӗлерӗҫ мана!» теет.</verse>
				<verse number="14">Аскӑн арӑмсен ҫӑварӗ — тӗпсӗр шӑтӑк: Ҫӳлхуҫа кама ҫилленет, унта ҫавӑ кӗрсе ӳкет.</verse>
				<verse number="15">Яш ачан чӗрине ухмахлӑх ҫулӑхнӑ, ӑна ӗнтӗ ӑса кӗртекен хулӑ хӑваласа ярӗ.</verse>
				<verse number="16">Кам хӑйӗн пурлӑхне ӳстересшӗн кӗлмӗҫе кӳрентерет, кам тата пуян ҫынна парать — ҫавӑ чухӑна юлать.</verse>
				<verse number="17">Ӑслӑ ҫынсенӗн сӑмахне хӑлхуна тайса итле, эпӗ вӗрентнине пӗтӗм чӗрӳпе тӑнла:</verse>
				<verse number="18">вӗсене чӗрере тытма питех те савӑклӑ, вӗсем чӗлхӳ вӗҫӗнчех пулччӑр.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ сана паян та вӗрентетӗп: асту — Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн.</verse>
				<verse number="20">Сана чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентес тесе, эсӗ хӑвӑн пуҫлӑхусене хуравлама пултартӑр тесе, эпӗ сана канаш парса, ӑс вӗрентсе вӑтӑр каларӑш ҫырса яманччӗ-и-ха?</verse>
				<verse number="21"></verse>
				<verse number="22">Чухӑна ан ҫарат: вӑл ахаль те чухӑн, хапха умӗнчи мӗскӗне те ан кӳрентер,</verse>
				<verse number="23">мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫне Ҫӳлхуҫа хутшӑнать, вӗсене ҫаратакансенӗн чунне кӑларать.</verse>
				<verse number="24">Ҫилӗллӗ ҫынпа ан туслаш, кӑра ҫынпа та ан хутшӑн:</verse>
				<verse number="25">санӑн унӑн ҫулӗпе утма вӗренмелле ан пултӑр, чунна мӑйкӑчламалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="26">Ҫын парӑмӗшӗн ҫӑка кӗрсе алӑ паракан ҫын пек ан пул:</verse>
				<verse number="27">тӳлесе татма нимӗн те ҫук пулсассӑн, айӑнти тӳшекне те туртса илӗҫ!</verse>
				<verse number="28">Аҫусем лартнӑ авалхи чикке вырӑнтан ан куҫар.</verse>
				<verse number="29">Хӑйӗн ӗҫне ӑстайлӑн тӑвакан ҫынна курнӑ-и эсӗ? Вӑл патша умӗнче тӑрӗ, вӑл ахаль ҫын умӗнче тӑмӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Апата патшапа пӗрле лартӑн пулсассӑн, умӑнта мӗн пуррине тимлӗн сӑна,</verse>
				<verse number="2">ху апатшӑн антӑхакан ҫын пулсассӑн, карланкуна тӗкӗле.</verse>
				<verse number="3">Унӑн илӗртӳллӗ ӗҫми-ҫимине ан сӑхлан: ку вӑл — ултавлӑ апат.</verse>
				<verse number="4">Пуяссишӗн ан тӑрӑш, ун пек шухӑшна пӑрах.</verse>
				<verse number="5">Пуянлӑх ҫине пӑхса илӗн ҫеҫ — вӑл ҫук та, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйне валли ҫунат тӑвать те, ӑмӑрткайӑк пек, ҫӳлелле вӗҫсе каять.</verse>
				<verse number="6">Кӗвӗҫ ҫын патӗнче апата ан лар, унӑн илӗртӳллӗ ӗҫми-ҫимине ан сӑхлан;</verse>
				<verse number="7">ӑшӗнчи шухӑшӗ еплерех, вӑл хӑй те ҫавӑн пекех; вӑл сана: «ӗҫ те ҫи» тет, анчах чунӗ унӑн санпа мар.</verse>
				<verse number="8">Ху ҫинӗ татӑка эсӗ хӑсса кӑларӑн, ырӑ сӑмахна та ахалех сая ярӑн.</verse>
				<verse number="9">Ӑссӑра нимӗн те ан кала: санӑн ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмахна ним вырӑнне те хумасть вӑл.</verse>
				<verse number="10">Аҫусем лартнӑ авалхи чикке ан куҫар, тӑлӑхсен ани ҫине ан кӗр,</verse>
				<verse number="11">мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн Хӳтӗлевҫи хӑватлӑ; сирӗн хушшӑрти тавӑҫа Вӑл татса парӗ.</verse>
				<verse number="12">Пӗтӗм чӗрӳ хавалӗпе вӗрен, ӑслӑ сӑмаха тимлӗн тӑнла.</verse>
				<verse number="13">Яш ачана хаса памасӑр ан хӑвар: хулӑпа хӗненӗшӗн вилмест вӑл;</verse>
				<verse number="14">эсӗ ӑна хулӑпа хӗнӗн — чунне тамӑкран ҫӑлса хӑварӑн.</verse>
				<verse number="15">Эй ывӑлӑм! санӑн чӗрӳ ӑслӑ пулсассӑн, манӑн чӗрем те савӑнӗ;</verse>
				<verse number="16">санӑн чӗлхӳ тӗрӗссине каласассӑн, манӑн ӑшӑм-чиккӗм савӑнӗ.</verse>
				<verse number="17">Чӗрӳ ҫылӑхлӑ ҫынсене ан ӑмсантӑр, вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑтӑр:</verse>
				<verse number="18">ӗнтӗ малашлӑх ҫитӗ, санӑн шанчӑку путланмӗ.</verse>
				<verse number="19">Итле, ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗрӳне тӳрӗ ҫул ҫине кӑлар.</verse>
				<verse number="20">Эрехпе супакансем хушшинче, аш-какайпа иртӗхекенсем хушшинче ан пул:</verse>
				<verse number="21">ӗҫкӗҫӗпе ҫӑтӑх ҫын ҫука тӑрса юлаҫҫӗ, сӳрӗклӗх сана ҫӗтӗк тум тӑхӑнтартса ярӗ.</verse>
				<verse number="22">Аҫуна итле: сана вӑл ҫуратнӑ; аннӳне те — ватӑлса ҫитсессӗн те — сума сумашкӑн ан пӑрах.</verse>
				<verse number="23">Чӑнлӑха туян, ӑслӑлӑха, вӗрентнине, ӑс-хакӑла ан сут.</verse>
				<verse number="24">Тӳрӗ ҫыннӑн ашшӗ хӗпӗртесе тӑрать, ӑслӑ ҫынна ҫуратаканӗ калама ҫук савӑнать.</verse>
				<verse number="25">Санӑн аҫу та савӑнтӑрччӗ, сана ҫуратнӑ аннӳ те хӗпӗртесе тӑтӑрччӗ.</verse>
				<verse number="26">Эй ывӑлӑм! чӗрӳне ман енне ҫавӑр, куҫу ҫул-йӗрӗме курса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="27">Аскӑн хӗрарӑм — тӗпсӗр авӑр, ют арӑм вара — ансӑр пусӑ;</verse>
				<verse number="28">вӑл, вӑрӑ-хурах пек, пытанса ларать те — халӑх хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тӑвакансен йышне ӳстерет.</verse>
				<verse number="29">Кам шавлать, ахӑрать? кам ахлатать? кам вӑрҫать-харкашать? камӑн инкек-синкек сиксе тухнӑ? кам сӑлтавсӑрах суранланнӑ? камӑн куҫӗ юнӑхнӑ?</verse>
				<verse number="30">Эрехпе нумайччен йӑпанса ларакансен, техӗмлӗ эрех шыраса ҫӳрекенсен ҫапла пулать вӑл.</verse>
				<verse number="31">Эрехӗ епле кӗреннӗн йӑлтӑртатнипе, куркара еплерех хӗмленсе тӑнипе, епле тикӗссӗн ярӑнса юхнипе ан килен,</verse>
				<verse number="32">кайран вӑл сана, ҫӗлен пек, сӑхса илӗ, аспид пек амантӗ;</verse>
				<verse number="33">куҫу ют арӑмсене сӑхланӗ, чӗрӳ аскӑнла калаҫма пуҫлӗ,</verse>
				<verse number="34">вара эсӗ тинӗс варринче ҫывӑрса выртакан евӗр, карап юпин тӑрринче ҫывӑрса пыракан евӗр пулӑн.</verse>
				<verse number="35">[Вара калӑн:] «мана хӗнерӗҫ — ыратнине те сисмерӗм, мана тӗрткелерӗҫ — эпӗ туймарӑм. Вӑранӑп та — каллех унчченхине шырӑп» тейӗн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Усал ҫынсене ан ӑмсан, вӗсемпе пулма ан тӑрӑш:</verse>
				<verse number="2">вӗсен чӗри пусмӑрласси пирки шухӑшлать, вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ усалли ҫинчен калаҫать.</verse>
				<verse number="3">Кил-ҫурт ӑслӑлӑхпа ҫӗкленет, ӑс-хакӑлпа тӗреклӗленет,</verse>
				<verse number="4">пӗлӳ вара унӑн ӑшчиккине тӗрлӗ йышши хаклӑ та илемлӗ пурлӑх тултарать.</verse>
				<verse number="5">Ӑслӑ ҫын — вӑй-хӑватлӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыннӑн вӑйӗ хушӑнса пырать.</verse>
				<verse number="6">Вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне канаш панине итле: канаш паракан ҫителӗклӗ чухне ӑнӑҫу пулать.</verse>
				<verse number="7">Ӑслӑлӑх ӑссӑр ҫыншӑн питех те ҫӳлте; вӑл хапха умӗнче ҫӑвар уҫмӗ.</verse>
				<verse number="8">Кам усал тума шухӑшлать, ҫавна чее ултавҫӑ теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӑссӑрлӑхӑн ӗмӗчӗ — ҫылӑх, мӑшкӑлҫӑ вара — ҫынсемшӗн ирсӗрлӗх.</verse>
				<verse number="10">Хӗн-асап кунӗнче хавшак пултӑн пулсассӑн, вӑй-халу сахал ӗнтӗ санӑн.</verse>
				<verse number="11">Вӗлерме тытса килнисене хӑтар, вӗлермелле тунисенчен пӑрӑнӑн-ши вара?</verse>
				<verse number="12">«Эпир ӑна пӗлмен ҫав» тейӗн-и? Чӗрене Тӗрӗслекенӗ пӗлмест-им ҫакна? Санӑн чунна Сӑнаканӗ ҫакна пӗлет, ҫынна ӗҫӗсене кура тавӑрса парать.</verse>
				<verse number="13">Пыл ҫи, ывӑлӑм: вӑл тутлӑ, пыллӑ карас пырушӑн кӑмӑллӑ;</verse>
				<verse number="14">ӑслӑлӑха пӗлни те санӑн чунушӑн — ҫавӑн пекех. Ӑслӑлӑха тупрӑн пулсассӑн, малашлӑх пур, санӑн шанчӑку путланмӗ.</verse>
				<verse number="15">Эй усал ҫын, тӳрӗ ҫын килне усал тума ан шухӑшла, ун канлӗхӗн вырӑнне ан аркат:</verse>
				<verse number="16">тӳрӗ ҫын ҫичӗ хутчен ӳкет те — тӑрать; усал ҫынсем вара пӗтмеллипех пӗтеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Тӑшману ӳксессӗн — ан хӗпӗрте, вӑл такӑнсассӑн — чӗрӳ ан хаваслантӑр.</verse>
				<verse number="18">Урӑхла тусассӑн Ҫӳлхуҫа курӗ те ҫакна, Унӑн умӗнче ку юрӑхсӑр ӗҫ пулӗ, Вӑл вара Хӑйӗн ҫиллине тӑшману ҫинчен сирсе ярӗ.</verse>
				<verse number="19">Усал ҫынсене ан тарӑх, йӗркесӗр ҫынсене ан ӑмсан:</verse>
				<verse number="20">усал ҫыннӑн пуласлӑхӗ ҫук, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫути сӳнсе ларать.</verse>
				<verse number="21">Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫапа патшаран хӑра; пӑлхавҫӑсемпе ан хутшӑн:</verse>
				<verse number="22">вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтерсе пӑрахӗҫ — вӗсенчен килес инкеке кам малтанах пӗлес пур?</verse>
				<verse number="23">Ӑслисем тата ҫапла каланӑ: сутри ӗҫе ҫыннине кура татса пани — аван мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Айӑплӑ ҫынна: «эсӗ тӗрӗс» тесе калакана халӑхсем ылханӗҫ, ҫавна йӑхсем курайми пулӗҫ;</verse>
				<verse number="25">питлекенсене вара юратӗҫ, вӗсем ҫине пиллӗх анӗ.</verse>
				<verse number="26">Тӳрӗ те тӗрӗс хуравлани — тутаран чуптуни.</verse>
				<verse number="27">Малтан кил тулашӗнчи ӗҫӳсене, хирти ӗҫӳсене вӗҫле, кайран пӳрт ӑшчиккине тирпейле.</verse>
				<verse number="28">Ҫывӑх ҫынну ҫинчен суя ан кӳнтеле: чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗншӗн улталамалла-ха санӑн?</verse>
				<verse number="29">«Вӑл мана мӗн турӗ, эпӗ те ӑна ҫавнах тӑвӑп, ҫынна унӑн ӗҫне кура тавӑрӑп» тесе ан кала.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ кахал ҫыннӑн хирӗ тӗлӗпе, ӑсран тайлӑк ҫыннӑн иҫӗм пахчи тӗлӗпе иртсе пыраттӑм:</verse>
				<verse number="31">акӑ ӗнтӗ пур ҫӗре те кӳкен ӳссе ларнӑ, ҫӗр питне вӗлтӗрен пусса илнӗ, чул хӳми ишӗлсе аннӑ.</verse>
				<verse number="32">Куртӑм та ҫакна — шухӑша кайрӑм, куртӑм та — ӑнланса илтӗм:</verse>
				<verse number="33">«тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн —</verse>
				<verse number="34">вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ» терӗм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Ҫакӑ — Соломон ытарӑшӗсем, вӗсене Езекиян, Иудея патшийӗн, ҫыннисем пухса упраса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="2">Турӑ мухтавӗ — ӗҫе вӑрттӑнлӑхпа витесси, патшасен мухтавӗ вара — вӑрттӑнлӑха уҫса парасси.</verse>
				<verse number="3">Патшасенӗн чӗри — тӳпе ҫӳллӗшӗ пек, ҫӗр тарӑнӑшӗ пек, — тӗпчесе ҫитереймӗн.</verse>
				<verse number="4">Кӗмӗле хутӑшран тасат та — кӗмӗл ӑстин савӑт пулса тухӗ;</verse>
				<verse number="5">усал ҫынна патша ҫумӗнчен уйӑр та — патша пуканӗ тӳрӗлӗхпе ҫирӗпленӗ.</verse>
				<verse number="6">Патша умӗнче ан курнӑҫлан, аслӑ пуҫлӑх вырӑнне те ан тӑр:</verse>
				<verse number="7">куҫу курнӑ чаплӑ ҫын умӗнче сана кӗҫӗне ан хӑварччӑр, ун вырӑнне хӑвна: «кунта кил, ҫӳлерех хӑпар» тени аванрах.</verse>
				<verse number="8">Тавӑҫна васкавлӑн пуҫарса ан яр: кайран, хӑвӑнпа тупӑшаканӗ хӑвнах намӑса хӑварсассӑн, мӗн тӑвайӑн?</verse>
				<verse number="9">Эсӗ хӑвӑн тавӑҫна татса пама тӑрӑш, анчах тепӗр ҫын вӑрттӑнлӑхне ан пӗлтер:</verse>
				<verse number="10">ҫынни эсӗ пӗлтернине илтӗ те — вара сирӗлми намӑс курӑн. [Юратупа туслӑх ирӗке кӑлараҫҫӗ: ҫын мӑшкӑлӗ пулас мар тесессӗн, вӗсене упра; хӑвӑн ҫулусене юсавлӑ тыт.]</verse>
				<verse number="11">Вырӑнлӑ каланӑ сӑмах — кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма пек.</verse>
				<verse number="12">Тимлӗ итлекен хӑлхашӑн ӑслӑ питлевҫӗ — ылтӑн алка, таса ылтӑнран ӑсталанӑ пек.</verse>
				<verse number="13">Шанчӑклӑ элчӗ хӑйне ӗҫпе яраканшӑн — вырма вӑхӑтӗнчи юр сулхӑнӗ пек: вӑл хӑй хуҫийӗн чунне савӑнӑҫ кӳрет.</verse>
				<verse number="14">Суя парнесемпе мухтанакан ҫын — ҫумӑрсӑр пӗлӗтпе ҫил пек.</verse>
				<verse number="15">Йӑваш ҫын аслӑ хуҫа кӑмӑлне ҫавӑрать, ҫемҫе чӗлхе шӑмма тӗпретет.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ пыл тупрӑн — тӑраниччен ҫи, ытлашши ҫисе хӑсса кӑлармалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="17">Тусу патне ытлашши тӑтӑш ан ҫӳре — апла вӑл санран йӑлӑхса ҫитӗ, сана курайми пулӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хирӗҫ суя кӳнтелекен — тимӗр тукмакпа, хӗҫпе, вичкӗн ҫӗмренпе пӗрех.</verse>
				<verse number="19">Шанчӑксӑр [ҫынна] йывӑр кунра шанни — хуҫӑлнӑ шӑла, уксах урана шанниех.</verse>
				<verse number="20">Хуйха ӳкнӗ ҫынна юрӑ юрласа паракан — сивӗ кунра ҫири тумтирне сӳсе илекен пек, суран ҫине тӑвар сапакан пек. [Тумтире кӗве ҫинӗ пек, йывӑҫа шӗкӗ ҫинӗ пек, ҫын чӗрине хуйхӑ-суйхӑ ҫиет.]</verse>
				<verse number="21">Тӑшману выҫӑ пулсассӑн — ӑна ҫӑкӑр ҫитер; унӑн ӗҫесси килет пулсассӑн — шыв ӗҫтер:</verse>
				<verse number="22">[ҫапла туса,] эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн, уншӑн сана Ҫӳлхуҫа тавӑрса парӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫурҫӗр ҫилӗ ҫумӑр ҫутарать, ултавлӑ чӗлхе кӑмӑлсӑррисен йышне хушать.</verse>
				<verse number="24">Чӑркӑш арӑмпа пысӑк ҫуртра пурӑниччен пӳрт тӑрринчи кӗтесре пурӑнни аванрах.</verse>
				<verse number="25">Аякран ҫитнӗ ырӑ хыпар — антӑхнӑ ӑша кантаракан сивӗ шывпа пӗрех.</verse>
				<verse number="26">Пӑтратнӑ ҫӑлкуҫӗ е вараланӑ ҫӑл мӗнле — усал ҫын умӗнче чӗтрекен тӳрӗ ҫын та ҫаплах.</verse>
				<verse number="27">Пыла нумай ҫини аван мар пулнӑ пек, мухтавшӑн хыпӑнса ҫӳрени те мухтавлӑ мар.</verse>
				<verse number="28">Хӑйне хӑй ҫирӗп тытма пултарайман ҫын — аркатса тӑкнӑ, хӳмесӗр юлнӑ хула евӗрлех.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Ҫулла юр, вырма вӑхӑтӗнче ҫумӑр ҫуни килӗшмен пек, ӑссӑра та чап-хисеп килӗшмест.</verse>
				<verse number="2">Ҫерҫи пӑрр вӗҫсе тарнӑ пек, чӗкеҫ вӑрр вӗҫсе кайнӑ пек, нарастаран ылханни те айккипе иртсе каять.</verse>
				<verse number="3">Лашана пушӑ кирлӗ, ашака — ҫӑварлӑх, патак вара — ухмахсене кирлӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӑссӑра ӑссӑрла ан хуравла — унпа пӗр шайра пуласран сыхлан;</verse>
				<verse number="5">ӑссӑра ӑссӑрлӑхне кура хуравла — вӑл хӑйне хӑй ӑслӑ ҫын вырӑнне ан хутӑр.</verse>
				<verse number="6">Хыпар ҫитерме ӑссӑра шанакан — хӑйӗн урине касса суранлатать, инкек тӳсет.</verse>
				<verse number="7">Уксахӑн урисем пӗр тан ҫӗкленеймеҫҫӗ, ӑссӑрӑн ытарӑшӗ те ҫавах.</verse>
				<verse number="8">Ӑссӑра чыс кӑтартакан — чулравне ахаль чул вырӑнне ахах-мерчен хуракан.</verse>
				<verse number="9">Ӑссӑрсен ҫӑварӗнчи ытарӑш — ӳсӗр ҫын аллинчи йӗплӗ кӳкен туратти пек.</verse>
				<verse number="10">Куҫ тӗлне пулнӑ ӑссӑра ӗҫе илекен — йӗркипех амантакан тӗкӗрҫӗ пек.</verse>
				<verse number="11">Йытӑ хӑйӗн хӑсӑкӗ патне таврӑннӑ пек, ӑссӑр та ӑссӑрлӑхне тусах тӑрать.</verse>
				<verse number="12">Хӑйне хӑй ӑслӑ тесе шутлакана курнӑ-и эсӗ? Ӑна шаниччен ӑссӑра шанни вырӑнлӑрах.</verse>
				<verse number="13">Наян калать: «ҫул ҫинче арӑслан! урам тӑваткӑлӗнче те арӑслан!» тет.</verse>
				<verse number="14">Алӑк хӑйӗн тӑпсийӗ ҫинче, наян хӑй выртан вырӑнӗ ҫинче ҫаврӑнать.</verse>
				<verse number="15">Наян хӑйӗн аллине тирӗкех чикет те — аллине ҫӑварӗ патне илсе пыма ӳркенет.</verse>
				<verse number="16">Наян вӑл хӑйне хӑй шухӑшласа хуравлакан ҫичӗ ҫынран та ӑслӑрах тесе шутлать.</verse>
				<verse number="17">Иртсе пынӑ май ҫынсен харкашӑвне хутшӑнакан — йытта хӑлхинчен туртакан.</verse>
				<verse number="18">Хӑйӗн тусне вӑрттӑн сиен туса, кайран: «эпӗ шӳт турӑм ҫеҫ» тесе калакан — ӑсран тайӑлнӑ ҫын евӗр курӑнса, вут-кӑварпа, ҫӗмренпе, вилӗмпе вылякан.</verse>
				<verse number="19"></verse>
				<verse number="20">Вутӑ ҫук ҫӗрте кӑвар сӳнет, элекҫӗ ҫук ҫӗрте хирӗҫӳ лӑпланать.</verse>
				<verse number="21">Кӑвар — хӗрӳлӗх валли, вутӑ — ҫунтарма, чӑркӑш ҫын вара — харкаштарса яма.</verse>
				<verse number="22">Элекҫӗ сӑмахӗсем — пылак ҫимӗҫ пек, вӗсем ӑшчикех кӗрсе каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Хӗрӳллӗ чӗлхе-ҫӑварпа усал чӗре — тасатман кӗмӗлпе кӗмӗлленӗ тӑм савӑт пекех.</verse>
				<verse number="24">Чӗлхи-ҫӑварӗпе тӑшман ыррӑн курӑнать, ӑшӗнче вара чее ултав тӗвӗлет.</verse>
				<verse number="25">Вӑл ачаш сасӑпа калаҫсассӑн та, ан ӗнен ӑна: унӑн чӗринче — ҫичӗ тӗрлӗ ирсӗрлӗх.</verse>
				<verse number="26">Иккӗн чухне курайманлӑхӗ сисӗнсех каймасть пулсассӑн, унӑн хаярлӑхӗ халӑх ҫинче уҫӑлса каять.</verse>
				<verse number="27">Шӑтӑк алтаканӗ унта хӑех кӗрсе ӳкет, кам чула ҫӳлелле кустарать, чулӗ кайран ун патнех таврӑнать.</verse>
				<verse number="28">Суя чӗлхе хӑй йӗплекенсене кураймасть, йӑпӑлти чӗлхе-ҫӑвар вара инкек-синкек хатӗрлет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Ыранхи кунпа ан мухтан: вӑл кун мӗн парасса пӗлместӗн.</verse>
				<verse number="2">Сана хӑвӑн ҫӑвару мар, урӑххи мухтатӑр, хӑвӑн чӗлхӳ мар, ют чӗлхе мухтатӑр.</verse>
				<verse number="3">Чул йывӑр, хӑйӑр та сулмаклӑ; ӑссӑрӑн ҫилли вара иккӗшӗнчен те йывӑртарах.</verse>
				<verse number="4">Ҫилӗ — кӑра, хаярлӑх — чарусӑр; анчах кӗвӗҫӳ умӗнче кам тӳссе тӑрайтӑр?</verse>
				<verse number="5">Уҫҫӑн питлекен нимӗн чӗнмесӗр тӑракан тусран лайӑхрах.</verse>
				<verse number="6">Юратакан ӳпкелени — чун-чӗререн, курайман ҫын чуптуни — суя.</verse>
				<verse number="7">Тутӑ ҫын пыл карасне те таптать, выҫӑ ҫынна вара йӳҫҫи те пылаккӑн туйӑнать.</verse>
				<verse number="8">Тӑван кӗтесне пӑрахса каякан ҫын — хӑй йӑвинчен сивӗннӗ кайӑк пек.</verse>
				<verse number="9">Паха сӗрӗш тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрни чӗрене савӑнӑҫ кӳрет; чун-чӗререн канаш паракан тус ҫапла кӑмӑла ҫемҫетет.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑн тусна та, аҫу тусне те ан пӑрах, инкек-синкек пулсассӑн — тӑвану килне ан кай: ҫывӑхри кӳршӗ аякри тӑванран лайӑхрах.</verse>
				<verse number="11">Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ.</verse>
				<verse number="12">Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекенрен кӗпине саклата ил; унран ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗшӗн те салук ил.</verse>
				<verse number="14">Кам хӑйӗн тусне ир-ирех кӑшкӑрса мухтать, ҫавна усал сунакансен шутне кӗртеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫумӑрлӑ кун пӗр чарӑнми тумлакан тумлапа чӑркӑш арӑм — иккӗшӗ те пӗр:</verse>
				<verse number="16">ҫав арӑма чарма-лӑплантарма тӑрӑшакан — ҫил-тӑвӑла чарма тӑрӑшакан е сӗрӗш шӑршине аллипе чӑмӑртама тӑрӑшакан.</verse>
				<verse number="17">Тимӗре тимӗр, ҫынна ҫын хӑйрать.</verse>
				<verse number="18">Смоква йывӑҫне пӑхаканӗ унӑн ҫимӗҫне ҫийӗ, хӑйӗн хуҫине упраканӗ хисепре пулӗ.</verse>
				<verse number="19">Шыв ҫине ӳкнӗ сӑн чӑн сӑнӗпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ пек, этем чӗри те тепӗрин чӗринче курӑнать.</verse>
				<verse number="20">Ҫӗр тӗпӗпе Аваддон тӑранмаҫҫӗ; этем куҫӗсем те, ҫавсем пекех, тӑрана пӗлмеҫҫӗ. [Куҫӗпе чӑрсӑррӑн пӑхакан — Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх, чӗлхине чарма пӗлменни вара — ӑссӑр-тӑнсӑр.]</verse>
				<verse number="21">Шӑратмалли кӑмака — кӗмӗл валли, тимӗрҫӗ вучахӗ — ылтӑн валли, мухтакан чӗлхе-ҫӑвар — этем валли. [Саккуна уяман ҫыннӑн чӗри усаллӑх шырать, тӳрӗ чӗре пӗлӳ шырать.]</verse>
				<verse number="22">Ӑссӑра тырӑпа пӗрле килӗре кисӗппе тӳсессӗн те, унран ӑссӑрлӑхӗ уйӑрӑлмасть.</verse>
				<verse number="23">Выльӑх-чӗрлӗхне лайӑх пӑх, кӗтӗвӳсене аван усра:</verse>
				<verse number="24">пуянлӑх вӑл — ӗмӗрлӗхе мар, пурлӑх та йӑхран йӑха куҫать-им?</verse>
				<verse number="25">Курӑк типсе ларнӑччӗ — ҫӗнӗ курӑк тапса тухрӗ, сӑрт-ту ҫинче ҫаран ҫулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Сурӑхусем — тумтирӳ валли, качака путеккисем — уй-хир туянма.</verse>
				<verse number="27">Качака сӗчӗ хӑвна та, кил-йышна та ҫителӗклӗ пулӗ, хӗрарӑм тарҫусем те тутӑ пулӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Ҫылӑхли хӑйне никам хӑваламан чухне те тарать; тӳрӗ ҫын вара арӑслан пекех хӑюллӑ.</verse>
				<verse number="2">Патшалӑх йӗркерен тухсассӑн, унта пуҫлӑх йышланса каять; патши ӑслӑ-тӑнлӑ та пӗлӳллӗ пулсассӑн, патшалӑхӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулать.</verse>
				<verse number="3">Мӗскӗнсене хӗсӗрлекен чухӑн ҫын — тырра ҫапса каякан шалкӑм ҫумӑр пекех.</verse>
				<verse number="4">Саккуна маннисем усал ҫынсене мухтаҫҫӗ, саккуна уяса пурӑнакансем вара вӗсемпе кӗрешеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Усал ҫынсем тӗрӗслӗхе ӑнланмаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫана шыракансем йӑлтах ӑнланаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Айӑпа кӗмесӗр пурӑнакан чухӑн ҫын хӑйӗн ҫулне пӑсакан пуянран аванрах.</verse>
				<verse number="7">Саккуна пӑхӑнакан — ӑслӑ ывӑл, салатса пурӑнакансемпе явӑҫаканни вара — ашшӗне намӑса хӑварать.</verse>
				<verse number="8">Усламла кивҫен парса пурлӑх хушакан хӑйӗн мулне чухӑнсене пулӑшакан валли пуҫтарать.</verse>
				<verse number="9">Кам саккун сӑмахӗсене итлеме хӑлхине таймасть, ҫавӑн кӗлли те — ирсӗрлӗх.</verse>
				<verse number="10">Тӳрӗ ҫынна усал ҫул ҫине тӑма астаракан хӑй шӑтӑкнех кӗрсе ӳкӗ, айӑпсӑр ҫынна ырӑлӑх тивӗ.</verse>
				<verse number="11">Пуян ҫын хӑйне хӑй ӑсчах тесе шутлать, анчах ӑслӑ чухӑн вӑл кам пулнине ӑнланать.</verse>
				<verse number="12">Тӳрӗ ҫынсем асла тухсассӑн — аслӑ мухтав; ҫылӑхлисем асла тухсассӑн — ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Усал ӗҫӗсене пытарса пурӑнаканӑн ӑнӑҫу пулмӗ; вӗсенчен ӳкӗнекене, вӗсене пӑрахакана — каҫарӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Яланах Турӑран хӑраса тӑракан — телейлӗ; хӑйӗн чӗрине хаярлатакан вара — инкеке лекет.</verse>
				<verse number="15">Чухӑн халӑхшӑн усал аслӑ пуҫлӑх — мӗкӗрекен арӑслан пек, выҫӑ упа пек.</verse>
				<verse number="16">Ӑссӑр пуҫлӑх нумай хӗсӗрлет, мулшӑн ҫуннине курайман ҫын — ӗмӗрне тӑсать.</verse>
				<verse number="17">Ҫын юнне тӑкнӑшӑн айӑплӑ этем — хӑйне кам та пулин ярса ан тыттӑр тесе — масар шӑтӑкне кӗричченех тарса ҫӳрет.</verse>
				<verse number="18">Айӑпсӑр ҫӳрекен ҫын тӗрӗс-тӗкел пулӗ; кукӑр ҫулсемпе ҫӳрекен вара пӗр ҫулӗ ҫине кайса ӳкӗ.</verse>
				<verse number="19">Хӑй ҫӗрне ӗҫлесе тӑракан тутӑ пулать, ҫил хӑвалакансем хыҫҫӑн каякан — ҫуклӑхпа тӑранакан.</verse>
				<verse number="20">Шанчӑклӑ ҫын пиллӗхпе пуян; пуйма васкакан вара — хаса курмасӑр юлмӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫыннине кура юрама тӑрӑшни — начар япала: ун пек ҫын пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн та усал ӗҫ тӑвать.</verse>
				<verse number="22">Ӑмсанакан ҫын пуйма васкать, хӑйне ҫук пурӑнӑҫ ҫитесси ҫинчен шухӑшламасть.</verse>
				<verse number="23">Ҫынна тӗрӗс питлекене каярахпа йӑпӑлти чӗлхеллӗ ҫынран ытларах хапӑл тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Ашшӗпе амӑшне ҫаратса пурӑнакан, «ку вӑл ҫылӑх мар-ха» тесе калакан — вӑрӑ-хурахпа пӗр каварлӑ.</verse>
				<verse number="25">Мӑнаҫлӑ ҫын харкашу пуҫарать, Ҫӳлхуҫана шанса тӑракан — ырӑ курать.</verse>
				<verse number="26">Хӑйне хӑй шанакан — ӑссӑр ҫын; ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрекен — чӗрӗ юлать.</verse>
				<verse number="27">Кӗлмӗҫе паракан ҫука юлмасть; курманҫи тӑвакан ҫинче вара — пысӑк ылхан.</verse>
				<verse number="28">Ҫылӑхлисем асла тухсассӑн — ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ, вӗсем ӳксессӗн — тӳрӗ ҫынсем йышлӑланаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Питленӗшӗн кӑмӑлне хытарнӑ этем сасартӑках хуҫӑлса анӗ те — сывалаймӗ.</verse>
				<verse number="2">Тӳрӗ ҫынсем йышлӑланнӑ чухне халӑх савӑнать, усал ҫын асла тухсассӑн — халӑх йынӑшать.</verse>
				<verse number="3">Ӑслӑлӑха юратакан хӑйӗн ашшӗне савӑнтарать; аскӑн арӑмсемпе явӑҫакан пурлӑхне салатать.</verse>
				<verse number="4">Тӳрӗ сут тӑвакан патша ҫӗршыва ҫирӗплетет, парнене хапӑл тӑваканни ӑна юхӑнтарать.</verse>
				<verse number="5">Тусне йӑпӑлтатакан ҫын унӑн ури айне серепе карать.</verse>
				<verse number="6">Ҫылӑх — усал ҫыннӑн серепи, тӳрӗ ҫын вара савӑнать те хӗпӗртет.</verse>
				<verse number="7">Тӳрӗ ҫын чухӑнсен тавӑҫне тӑнлать, усал ҫын ӑнланма тӑрӑшмасть.</verse>
				<verse number="8">Аскӑнсем хулана пӑлхатаҫҫӗ, ӑслисем пӑлхава пусараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӑслӑ ҫын ухмахпа сутлашнӑ чухне лешӗ тарӑхать те, кулать те — ним йӗрки те ҫук.</verse>
				<verse number="10">Юнӑҫлӑ ҫынсем таса ҫынна кураймаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсем вара ун пурӑнӑҫӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Ӑссӑрри пӗтӗм ҫиллине ирӗке ярать, ӑсли ӑна путарать.</verse>
				<verse number="12">Пуҫлӑх суя сӑмаха итлет пулсассӑн, ун таврашӗнчи ҫынсем — пурте усал ҫынсем.</verse>
				<verse number="13">Чухӑн ҫынпа пусмӑрҫӑн пӗрешкеллӗхӗ пур: ӑна та, кӑна та куҫ ҫути параканӗ — Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="14">Патша чухӑнсене тӳррипе сут тӑвать пулсассӑн, унӑн аслӑ пуканӗ ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленет.</verse>
				<verse number="15">Питлевпе хулӑ ӑс параҫҫӗ; анчах япӑх пӑхнӑ ача кайран амӑшне намӑс кӑтартать.</verse>
				<verse number="16">Усал ҫынсем хушӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫ хушӑнать; анчах тӳрӗ ҫынсем вӗсем пӗтнине курӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ывӑлна хаса пар, вара вӑл сана канӑҫлӑх кӳрӗ, чунна савӑнтарӗ, йӑпатӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлтен пӗлтерни пулмасассӑн, халӑх — чарусӑр, саккуна уяса пурӑнаканӗ вара — телейлӗ.</verse>
				<verse number="19">Чурана сӑмахпа тӑна кӗртес ҫук: вӑл сӑмахне ӑнланать, анчах итлемест.</verse>
				<verse number="20">Сӑмаха шутламасӑр персе яракана курнӑ-и эсӗ? ӑна шаниччен ӑссӑра шанни вырӑнлӑрах.</verse>
				<verse number="21">Чурана ачаранах ачаш пӑхса ӳстерсессӗн, пурӑна киле вӑл санӑн ывӑлу пулас тейӗ.</verse>
				<verse number="22">Хаяр ҫын харкашу тапратать, авӑк ҫын нумай ҫылӑх тӑвать.</verse>
				<verse number="23">Мӑнаҫлӑх ҫынна кӗҫӗне хӑварать, йӑваш чунлӑ ҫын чыс курать.</verse>
				<verse number="24">Вӑрӑпа туслашакан хӑйӗн чунне кураймасть; ылханнине илтет вӑл, анчах ӑна ыттисене пӗлтермест.</verse>
				<verse number="25">Ҫынсенчен хӑрани — серепе карни; Ҫӳлхуҫана шанакан вара хӑрамасӑр пурӑнать.</verse>
				<verse number="26">Нумайӑшӗ пуҫлӑхӑн ырӑ кӑмӑлне кӗтет, анчах этемӗн шӑпи Ҫӳлхуҫаран килет.</verse>
				<verse number="27">Усал ҫын — тӳрӗ ҫынсемшӗн ирсӗрлӗх, усал ҫыншӑн ирсӗрри — тӳрӗ ҫулпа пыраканни.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Агурӑн — Иакей ывӑлӗн — сӑмахӗ. Ҫакӑ ҫын Ифиила, Ифиила тата Укала акӑ мӗн пӗлтернӗ:</verse>
				<verse number="2">чӑнах, эпӗ пур ҫынран та айванрах, манӑн этем ӑсӗ-хакӑлӗ ҫук,</verse>
				<verse number="3">эпӗ ӑслӑлӑха вӗренеймерӗм, сӑваплӑ ҫынсем мӗн пӗлнине те пӗлместӗп.</verse>
				<verse number="4">Тӳпене кам улӑхса аннӑ? кам ҫиле ывӑҫласа тытнӑ? кам шыва тумтир аркине ҫыхса хунӑ? кам ҫӗр чиккисене лартса тухнӑ? унӑн ячӗ мӗнле? ун ывӑлӗн ячӗ мӗнле? пӗлетӗн-и?</verse>
				<verse number="5">Туррӑн кирек хӑш сӑмахӗ те таса; Вӑл — Хӑйне шанакансенӗн хулканӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл хӑвна ан питлетӗр тесессӗн, суеҫӗ пулас темесессӗн, Турӑ сӑмахӗ ҫумне нимӗн те ан хуш.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ Санран икӗ япала ыйтатӑп, хам виличчен эпӗ ыйтнине тивӗҫтерсемччӗ:</verse>
				<verse number="8">хӗвӗшӳрен, суя-ултавран хӑтар мана, чухӑнлӑх та, пуянлӑх та ан пар мана — паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар мана:</verse>
				<verse number="9">мӑнтӑра тухса, манӑн Сана пӑрахмалла, «Ҫӳлхуҫа кам вӑл?» тесе каламалла ан пултӑр, ҫука юлса, вӑрламалла ан пултӑр, Туррӑмӑн ятне вырӑнсӑр асӑнмалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="10">Чурана хуҫийӗ умӗнче ан хурла: апла сана унӑн ылханӗ ҫитӗ, эсӗ айӑпа тӑрса юлӑн.</verse>
				<verse number="11">Хӑйӗн ашшӗне ылханакан, хӑйӗн амӑшне ырӑ сунман ӑру та пур.</verse>
				<verse number="12">Хӑйне хӑй таса тесе шутлакан, ҫав хушӑрах хӑйӗн ирсӗрлӗхӗнчен тасалман ӑру та пур.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн пек ӑру та пур — ах, куҫӗсем епле мӑнаҫлӑ, куҫ хӑрпӑкӗсем те ҫӳлелле авӑнаҫҫӗ!</verse>
				<verse number="14">Ҫӗр ҫинчи чухӑнсене, халӑхри кӗлмӗҫсене ҫиекен ӑру та пур: шӑлӗсем унӑн — хӗҫ, янах шӑммийӗсем — ҫӗҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Сӗлӗхӗн — икӗ хӗр: «пар, пар!» Тӑранма пӗлменнисем — виҫҫӗ, тӑваттӑ та, вӗсем: «ҫитет!» темеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Акӑ вӗсем: тамӑк тата хӗсӗр арӑм варӗ, шыв сӑхса тӑранайми ҫӗр, «ҫитет!» теме пӗлмен вут-ҫулӑм.</verse>
				<verse number="17">Ашшӗнчен кулакан куҫа, амӑшне пӑхӑнман куҫа айлӑмри ҫӑхансем сӑхса кӑларӗҫ, ӑмӑрткайӑк чӗпписем ҫисе ярӗҫ!</verse>
				<verse number="18">Мана виҫӗ япала тӗлӗнтерет, тӑваттӑмӗшне те ӑнланмастӑп:</verse>
				<verse number="19">тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту хысакӗ ҫинчи ҫӗлен ҫулне, тинӗс варринчи карап ҫулне, хӗр патне утакан арҫын ҫулне.</verse>
				<verse number="20">Аскӑн арӑмӑн ҫулӗ вара ҫакӑн пек: ҫиет те, тутине шӑлса илет те — «эпӗ начарри нимӗн те тумарӑм» тет.</verse>
				<verse number="21">Виҫҫӗшне пула ҫӗр чӗтрет, вӑл тӑваттӑмӗшне те чӑтаймасть:</verse>
				<verse number="22">патшана ларнӑ чурана; тӑраниччен ҫӑкӑр ҫиекен ухмаха;</verse>
				<verse number="23">качча тухнӑ намӑссӑр хӗрарӑма, хуҫа арӑмӗн вырӑнне йышӑнакан хӑрхӑма.</verse>
				<verse number="24">Акӑ ҫӗр ҫинчи тӑватӑ пӗчӗкскерӗ, анчах вӗсем ӑслисенчен те ӑслӑрах:</verse>
				<verse number="25">кӑткӑ — халӑхӗ вӑйлӑ та мар, анчах апатне ҫулла янтӑлаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="26">сӑрт-ту шӑшийӗ — хавшак халӑх ҫеҫ, анчах йӑвине чул ту ҫинче ҫавӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="27">хӗрлӗ шӑрчӑкӑн патша ҫук, анчах вӗсем кар тапранаҫҫӗ, йӗркен-йӗркен пыраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="28">эрешмен урисемпе ҫакланкалать ҫеҫ, хӑй вара патша керменне те ҫитет.</verse>
				<verse number="29">Акӑ виҫҫӗшӗ те кӗрнеклӗ, тӑваттӑмӗшӗ харсӑррӑн утать:</verse>
				<verse number="30">арӑслан — вӑйлӑ чӗрчун, никама та ҫул памасть вӑл;</verse>
				<verse number="31">урхамах, [кӗтӳ ертӳҫи] качака таки тата ҫарӗ умӗнче пыракан патша.</verse>
				<verse number="32">Каппайланса ухмахла ӗҫ турӑн пулсассӑн, усал шухӑш тытрӑн пулсассӑн ҫӑварна аллупа хупла:</verse>
				<verse number="33">уйран уҫласассӑн ҫу ӳкнӗ пек, сӑмсаран чышсассӑн юн тухнӑ пек, ҫилӗ тӑвӑлсассӑн харкашу пуҫланать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Лемуил патша сӑмахӗ. Ӑна амӑшӗ акӑ епле вӗрентсе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">мӗскер-ха, ывӑлӑм? варӑмра ӳтленсе ҫуралнӑ ывӑлӑм, мӗскер-ха? Турӑран ыйтса илнӗ ывӑлӑм, мӗскер-ха?</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑн вӑйна хӗрарӑмсене, утас ҫулна патшасене пӗтерекен арӑмсене ан пар.</verse>
				<verse number="4">Патшасен мар ӗҫмелле эрехе, Лемуил, патшасен мар, ҫиккере те пуҫлӑхсен ӗҫмелле мар:</verse>
				<verse number="5">ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, вӗсем саккуна манса кайӗҫ, сутри ӗҫе пусмӑр тӳсекенсене хирӗҫ ҫавӑрса ярӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫиккере — вӑйран сулӑннӑ ҫынна, эрехе — чунӗ хуҫӑлнӑ ҫынна парӑр;</verse>
				<verse number="7">ӗҫтӗр те — ҫитмен пурӑнӑҫне манса кайтӑр, хӑйӗн асапне урӑх ан аса илтӗр.</verse>
				<verse number="8">Хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман йӑваш ҫыншӑн, тӑлӑх ачасемшӗн калаҫ.</verse>
				<verse number="9">Тӗрӗс сута хӳтӗлесе, чухӑнпа кӗлмӗҫе хунтӑласа калаҫ.</verse>
				<verse number="10">Ырӑ арӑм епле тупайӑн? вӑл ахах-мерченрен те хаклӑрах;</verse>
				<verse number="11">упӑшкийӗн чӗри шанать ӑна, ун пек арӑмпа вӑл тӑкак курмӗ;</verse>
				<verse number="12">арӑмӗ ӑна ӗмӗрех ырӑ туса савӑнтарӗ, нихӑҫан та усал тумӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӑмне те арлать вӑл, йӗтӗнне те татать, аллинчи ӗҫӗ вӗресе ҫеҫ тӑрать.</verse>
				<verse number="14">Вӑл, купса карапӗ пек, ҫӑкӑр-тӑварне инҫетрен тупса тӑрать.</verse>
				<verse number="15">Ҫутӑлман-ха — ӗнтӗ ура ҫинче вӑл, кил-йышӗ валли апат хатӗрлет, пурне те ҫитерет, хӗрарӑм тарҫӑсене ӗҫ парса тухать.</verse>
				<verse number="16">Пӗр-пӗр уй-хире куҫ хывать те — ӑна туянать; хӑйӗн вӑйӗпе иҫӗм пахчи лартса ӳстерет.</verse>
				<verse number="17">Пилӗкне хӑват ҫыхать, хул-ҫурӑмне тӗреклӗх кӳрет.</verse>
				<verse number="18">Ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнӑҫлӑ пулса пынине туять те — ҫутаткӑҫӗ унӑн ҫӗрле те сӳнмест.</verse>
				<verse number="19">Алли кӗнчеле арласшӑн хыпӑнать, пӳрни йӗке вӗҫӗнчен кая пӗлмест.</verse>
				<verse number="20">Ывӑҫӗ унӑн — чухӑншӑн уҫӑ, аллине пулӑшу кӗтекен енне тӑсать.</verse>
				<verse number="21">Хӑйӗн кил-йышне сивӗ тивесрен сыхлать: пур йышӗ икӗ хут тум тӑхӑнса ҫӳрет.</verse>
				<verse number="22">Вӑл килӗ валли вителӗк тӗртет; хӑйӗн ҫипуҫӗ — виссон та хӗрхӗлтӗм тум.</verse>
				<verse number="23">Унӑн упӑшкине хула хапхи умӗнче те пӗлеҫҫӗ: вӑл унта ҫӗрӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле ларать.</verse>
				<verse number="24">Вӑл кӗпе ҫӗлесе сутать, Финикия купсисене пиҫиххипе тивӗҫтерсе тӑрать.</verse>
				<verse number="25">Унӑн тумтирӗ — кӗрнеклӗх те илемлӗх, килес куна вӑл савӑнса хапӑллать.</verse>
				<verse number="26">Чӗлхи-ҫӑварӗнче — ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмах, чӗлхи вӗҫӗнче — йӑвашшӑн вӗрентни.</verse>
				<verse number="27">Килӗнчи хуҫалӑхне пӗлсе тытса тӑрать, ӗҫлемесӗр ҫӑкӑр ҫимест вӑл.</verse>
				<verse number="28">Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать:</verse>
				<verse number="29">«ырӑ арӑм нумай пулнӑ, эсӗ вара пуринчен те ирттеретӗн» теет.</verse>
				<verse number="30">Хитре сӑн — ултавлӑ, илем те — ниме тӑмасть; Ҫӳлхуҫаран хӑракан арӑм вара — мухтава тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="31">Тивӗҫлипе мухтавлӑр ӑна, унӑн ӗҫӗсене хула хапхийӗ умӗнче мухтаччӑр!</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="21">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Екклесиастӑн — Давид ывӑлӗн, Иерусалимри патшанӑн — сӑмахӗсем.</verse>
				<verse number="2">Харамран харам, тенӗ Екклесиаст, харамран харам — пурте харамлӑх!</verse>
				<verse number="3">Ӗҫлет, ӗҫлет этем ҫӗр ҫинче, мӗн усси ӑна хӑйӗн ӗҫӗнчен?</verse>
				<verse number="4">Ӑру килет те, ӑру каять, ҫӗр вара ӗмӗрлӗхе пырать.</verse>
				<verse number="5">Хӗвел тухать те, хӗвел анать, вӑл ӑҫтан тухнӑ, ҫавӑнтах васкать.</verse>
				<verse number="6">Ҫил кӑнтӑралла вӗрет, ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать, хӑй ҫулӗ ҫинче ҫаврӑнать-ҫаврӑнать те унчченхи тӗлех таврӑнать.</verse>
				<verse number="7">Пур юханшыв та тинӗсе юхать, тинӗсӗ пӗрех тулса тӑкӑнмасть: юханшывсем ӑҫталла юхнӑ, вӗсем халӗ те ҫавӑнталлах юхаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Сӑмах вӑл вӑйсӑр: ҫын пӗтӗмпех каласа параймасть; куҫ курса тӑранаймасть, хӑлха илтсе пӗтереймест.</verse>
				<verse number="9">Мӗн пулнӑ, ҫавах пулать; мӗн пулса пынӑ, ҫавах пулса пырать, ҫут тӗнчере нимӗн ҫӗнни те ҫук.</verse>
				<verse number="10">Мӗн те пулин пулать те: «кур-ха, ку акӑ ҫӗнӗскер» теҫҫӗ; анчах ку унчченех, пирӗн ӗмӗрчченех, пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Унччен пулни асра юлмасть; ӗнтӗ пуласси те кайран килес ҫынсенӗн асне юлмӗ.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ, Екклесиаст, Иерусалимра Израиль патши пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине пурне те ӑс-хакӑлӑмпа тӗпчес-тишкерес тесе пӗтӗм чӗремрен тӑрӑшрӑм эпӗ: ҫак йывӑр ӗҫе Турӑ этем ывӑлӗсене вӗсем вӗренсе-хӑнӑхса пыччӑр тесе панӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫут тӗнчере тӑвакан пур ӗҫе те куртӑм та — акӑ пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!</verse>
				<verse number="15">Кукӑрри тӳрӗ пулаймасть, ҫуккине пур тӑваймастӑн.</verse>
				<verse number="16">Вара чӗреме ҫапла каларӑм: акӑ эпӗ асла тухрӑм, Иерусалима манран маларах тытса тӑнисенчен пуринчен те ытларах ӑс пухрӑм, чӗрем манӑн пӗлӳпе ӑслӑлӑх нумай илчӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӑслӑлӑха пӗлсе ҫитес, ӑссӑрлӑхпа ухмахлӑха та пӗлсе ҫитес тесе пӗтӗм чунӑма патӑм эпӗ; пӗлтӗм вара, ку та — ҫил хӑвалани ҫеҫ:</verse>
				<verse number="18">мӗншӗн тесессӗн пысӑк ӑслӑлӑх пысӑк хуйхӑ кӳрет; нумай пӗлекен нумай асапланать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Каларӑм вара ӑшӑмра: «сана савӑнӑҫпа тӗрӗслесе пӑхам-ха, ырӑлӑхпа килен-ха» терӗм; анчах ҫакӑ та — харамлӑх!</verse>
				<verse number="2">Кулӑ пирки: «ку ухмахлӑх!» терӗм, савӑнӑҫ пирки: «ку мӗн тӑвать-ши?» терӗм.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ ӳтӗме эрехпе килентерме шутларӑм, чӗреме ӑслӑлӑх ертсе пынӑ хушӑрах ухмахла-ҫӑмӑлттайла та савӑнас, этем ывӑлӗсемшӗн мӗн лайӑххине курас, ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен кӗске ӗмӗрӗнче мӗн тума тивӗҫлине пӗлес терӗм.</verse>
				<verse number="4">Пысӑк ӗҫсем турӑм эпӗ: хам валли ҫуртсем туса лартрӑм, иҫӗм пахчисем чӗртрӗм,</verse>
				<verse number="5">йывӑҫ пахчисемпе катасем лартса тухрӑм, унта паха ҫимӗҫлӗ тӗрлӗрен йывӑҫ ӗрчетрӗм;</verse>
				<verse number="6">катари йывӑҫсене шӑварма кӳлӗсем тутартӑм;</verse>
				<verse number="7">арҫын тарҫӑсемпе хӗрарӑм тарҫӑсем туянтӑм, манӑн хамӑн килӗмре ҫуралнӑ тарҫӑсем те пурччӗ; манӑн шултӑра выльӑхпа вак выльӑхӗ те Иерусалимра хамран малтан пурӑннисенчен пуринчен те нумайрахчӗ;</verse>
				<verse number="8">патшасенчен, тӗрлӗ ҫӗршывран эпӗ ылтӑн-кӗмӗл, чаплӑ мул пуҫтартӑм; арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем пурччӗ манӑн, ар киленӗҫӗ — темӗн чухлӗ ҫум-арӑм — пурччӗ манӑн.</verse>
				<verse number="9">Ҫапла эпӗ Иерусалимра халиччен хамран малтан пурӑннӑ пур ҫынран та аслӑрах та чаплӑрах пулса тӑтӑм; ӑслӑлӑхӑм та хампа пӗрлехчӗ.</verse>
				<verse number="10">Куҫӑма мӗн килӗшетчӗ, ҫавӑ манӑн пулатчӗ; чӗреме нимӗнле савӑнӑҫран та катса хӑвармарӑм, мӗншӗн тесессӗн пур ӗҫӗмре те чӗрем хӗпӗртесе тӑратчӗ; ку вӑл мана пӗтӗм ӗҫӗмшӗн тивӗҫнӗ парне пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ аллӑм тунӑ мӗнпур ӗҫе, ҫав ӗҫсене тунӑ чухне мӗнле вӑй хунине пӑхса тухрӑм та — акӑ пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ, ҫӗр ҫинче вӗсенчен нимӗн усси те ҫук!</verse>
				<verse number="12">Тата эпӗ ӑслӑлӑха, ӑссӑрлӑхпа ухмахлӑха ӑнкарасшӑн пултӑм: этем тени патша тунинчен ытларах мӗн тума пултарайтӑр?</verse>
				<verse number="13">Вара ҫакна куртӑм: ҫутӑ сӗмлӗхрен лайӑхрах пулнӑ евӗр, ӑслӑлӑх ӑссӑрлӑхран лайӑхрах:</verse>
				<verse number="14">ӑслӑ ҫыннӑн куҫӗ — хӑйӗн пуҫӗнче, ухмаххи вара сӗмлӗхре ҫӳрет; анчах ҫакна та пӗлтӗм: вӗсене пурне те пӗр шӑпа кӗтет.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ ӑшӑмра ҫапла каларӑм: «мана та ухмах шӑпиех тивӗҫет, мӗншӗн-ха эпӗ питӗ ӑслӑ пулма тӑрӑшрӑм?» Вара ӑшӑмра ҫапла каларӑм: ҫакӑ та — харамлӑх:</verse>
				<verse number="16">ӑслине те, ухмаххине те ӗмӗрех асра тытмӗҫ; ҫитес кунсенче пурте манӑҫа тухӗ, шел! ӑсли те ухмахпа танах вилет.</verse>
				<verse number="17">Ӗнтӗ пурӑнӑҫа курайми пултӑм, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пулакан-тӑвакан ӗҫсем мана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗҫ: пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!</verse>
				<verse number="18">Вара ҫӗр ҫинче тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме курайми пултӑм, мӗншӗн тесессӗн ӑна хам хыҫҫӑн килес ҫынна хӑварма тивет.</verse>
				<verse number="19">Кам пӗлет ӑна: те ӑслӑ ӗнтӗ вӑл, те ухмах? Вӑл вара эпӗ ӗҫлесе тунӑ пӗтӗм ӗҫӗмпе, ӑсӑм-тӑнӑмпа тунӑ ӗҫӗмпе хуҫаланӗ. Ҫакӑ та — харамлӑх!</verse>
				<verse number="20">Вара ҫӗр ҫинче ӗҫлесе тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме чӗрем мантӑр, пӑрахӑҫлатӑр терӗм,</verse>
				<verse number="21">мӗншӗн тесессӗн ҫынни ӑстайлӑ, пӗлсе, ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, анчах мӗн тунине унӑн ҫав ӗҫе туман тепӗр ҫынна парса хӑварма тивет. Ҫакӑ та — харамлӑх, тем тӗрлӗ усаллӑх!</verse>
				<verse number="22">Ҫак ҫӗр ҫинче ҫапла ӗҫлесе, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗнчен мӗн усси-ха ҫав ҫынна?</verse>
				<verse number="23">Унӑн пӗтӗм кунҫулӗ — хуйхӑ-суйхӑ ҫеҫ, ӗҫӗсене пула канӑҫ курмасть вӑл; унӑн чӗри ҫӗрле те канма пӗлмест. Ҫакӑ та — харамлӑх!</verse>
				<verse number="24">Ӗҫсе ҫиес, чунне ӗҫӗпе савӑнтарас ырӑлӑх та этемӗн хӑйӗн ирӗкӗнчен килмест. Куртӑм эпӗ, ҫакӑ та — Турӑ аллинче:</verse>
				<verse number="25">Вӑл памасассӑн, кам ҫиейӗ, кам савӑнайӗ?</verse>
				<verse number="26">Хӑйӗн умӗнче ырӑ тӑвакан ҫынна Турӑ ӑслӑлӑх та, пӗлӳ те, савӑнӑҫ та парать; ҫылӑхлине ӗҫ парать — вӑл мул пуҫтартӑр-пухтӑр, кайран мулне Турӑ умӗнче ырӑ тӑвакана парса хӑвартӑр. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур:</verse>
				<verse number="2">ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт;</verse>
				<verse number="3">вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт;</verse>
				<verse number="4">йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт;</verse>
				<verse number="5">чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт;</verse>
				<verse number="6">шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт;</verse>
				<verse number="7">ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт;</verse>
				<verse number="8">юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӗҫлекен ҫынна хӑй мӗн ӗҫленинчен мӗн усси?</verse>
				<verse number="10">Этем ывӑлӗсем вӗренсе-хӑнӑхса пыччӑр тесе Турӑ вӗсене мӗнле йывӑр ӗҫ панине куртӑм эпӗ.</verse>
				<verse number="11">Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ ӗнтӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: вӗсемшӗн хӑйсенӗн пурӑнӑҫӗнче савӑнассинчен, ырӑ тӑвассинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук.</verse>
				<verse number="13">Ҫын ӗҫет-ҫиет пулсассӑн, кирек мӗнле ӗҫӗнче те ыррине курать пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей.</verse>
				<verse number="14">Пӗлсе ҫитрӗм эпӗ: Турӑ тӑвакан пур ӗҫ те — ӗмӗрлӗхе: ун ҫумне нимӗн те хушаймастӑн, унран нимӗн те кӑларса пӑрахаймастӑн — Турӑ Хӑй умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑччӑр тесе ҫапла тӑвать.</verse>
				<verse number="15">Мӗн пулнийӗ халӗ те пур, мӗн пуласси ӗлӗкех пулнӑ — Турӑ иртнине те каялла тавӑрать.</verse>
				<verse number="16">Ҫӗр ҫинче эпӗ тата ҫакна куртӑм: тӳрӗ сут тумалли вырӑнта — ултавлӑх; тӗрӗс тӑвас вырӑнта — тӗрӗсмарлӑх.</verse>
				<verse number="17">Ӑшӑмра вара ҫапла каларӑм: «тӳрӗ ҫынна та, усал ҫынна та Турӑ сут тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн унта кашни япаланӑн, кашни ӗҫӗн — хӑйӗн вӑхӑчӗ» терӗм.</verse>
				<verse number="18">Ӑшӑмра этем ывӑлӗсем пирки ҫапла каларӑм: Турӑ вӗсене сӑнаса пӑхтӑр, вӗсем хӑйсем халлӗн выльӑх ҫеҫ иккенне курччӑр, терӗм;</verse>
				<verse number="19">мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсен шӑпи те, выльӑх шӑпи те — пӗрех: лешӗсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, пурте пӗр сывлӑшпа пурӑнать, этем выльӑхран мала мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех — харамлӑх!</verse>
				<verse number="20">Пурте пӗр вырӑна каять: пурте тӑпраран пулнӑ, пурте каллех тӑпра пулать.</verse>
				<verse number="21">Кам пӗлесси пур: этем ывӑлӗсен чунӗ-чӗмӗ ҫӳле ҫӗкленет-ши, выльӑхсенӗн чунӗ-чӗмӗ аяла, ҫӗр ӑшне, анать-ши?</verse>
				<verse number="22">Вара ӑнлантӑм эпӗ: этемшӗн хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнса-киленсе пурӑннинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл — ӑна пӳрнӗ шӑпа; кайран хӑй хыҫҫӑн мӗн пулассине курма кам илсе килтӗр-ха ӑна?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Тимлесе пӑхрӑм та — ҫак ҫӗр ҫинче пулакан тем тӗрлӗ пусмӑра куртӑм: акӑ пусмӑртисенӗн куҫҫулӗ, анчах вӗсене йӑпатаканӗ ҫук; пусмӑрҫисен аллинче — вӑй, ӗнтӗ асапланакансене йӑпатаканӗ ҫук.</verse>
				<verse number="2">Вара тахӑҫан вилнисем чӗррисенчен, халӗ те пурӑнаканнисенчен телейлӗрех пулнине ӑнланса илтӗм;</verse>
				<verse number="3">анчах вӗсенчен те телейлӗреххи — ҫуралманни, ҫӗр ҫинче тӑвакан усал ӗҫсене курманни.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ тата ҫакна куртӑм: кирек мӗнле ӗҫ те, ӗҫри кирек мӗнле ӑнӑҫу та ҫынсем хушшинче кӗвӗҫӳ ҫуратать. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!</verse>
				<verse number="5">Ухмаххи, аллине усса, ӳтне кӑшласа ларать.</verse>
				<verse number="6">Лӑпкӑн ӗҫлесе тупнӑ пӗр ывӑҫ — хӗвӗшсе те ҫил хӑваласа тупнӑ йӗкӗр ывӑҫран лайӑхрах.</verse>
				<verse number="7">Тимлесе пӑхрӑм та — ҫӗр ҫинче тепӗр харамлӑх куртӑм:</verse>
				<verse number="8">пӗччен ҫын, урӑх никам та ҫук; ывӑлӗ те, тӑванӗ те ҫук унӑн, ӗҫӗ-терчӗ вара вӗҫӗмсӗр, куҫӗ те пуянлӑхпа тӑрана пӗлмест. «Камшӑн ӗҫлетӗп-ха, мӗншӗн чунӑма канӑҫ памастӑп-ха эпӗ?» Ҫакӑ та — харамлӑх, ырӑ мар ӗҫ ку!</verse>
				<verse number="9">Пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн ӗҫӗнче ырӑ пайта пур:</verse>
				<verse number="10">пӗри ӳксессӗн, теприйӗ хӑйӗн юлташне ҫӗклесе тӑратать. Пӗччен ҫын ӳксессӗн вара, ҫӗклесе тӑратаканӗ ҫук пулсассӑн, хӗн килет ӑна.</verse>
				<verse number="11">Иккӗн выртнӑ чухне те вӗсене ӑшӑрах; пӗччен ҫыннӑн вара мӗнле ӑшӑнас-ха?</verse>
				<verse number="12">Кам та пулин пӗр ҫыннине хӗстерме пуҫласассӑн, ӑна иккӗн парӑнмаҫҫех вӗсем: виҫҫӗлле явнӑ ҫип те часах татӑлмасть.</verse>
				<verse number="13">Чухӑн, анчах ӑслӑ яш ача — ӑс панине итлеме пӗлмен ватӑ та ӑссӑр патшаран лайӑхрах;</verse>
				<verse number="14">вӑл, хӑйӗн патшалӑхӗнче чухӑнлӑхра ҫуралнӑ пулин те, тӗрмерен тухса патшана ларӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫинче ун вырӑнне ларнӑ тепӗр яш ачана та, унпа пӗрле ҫӳрекен пӗтӗм ҫынна та куртӑм.</verse>
				<verse number="16">Ун умӗнче пыракан халӑхӑн имӗ-сумӗ те ҫукчӗ, анчах ҫакӑ каярах килекеннисене савӑнтармӗ. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!</verse>
				<verse number="17">Турӑ ҫуртне утнӑ чухне уруна астуса пыр, итлеме пӗлни ӑссӑр ҫынсем парне кӳнинчен лайӑхрах: вӗсем ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Чӗлхӳпе нумай калама ан васка, чӗрӳ те Турӑ умӗнчи сӑмахне калама ан хыпалантӑр; Турӑ тӳпере, эсӗ вара ҫӗр ҫинче, ҫавӑнпа сӑмаху нумай ан пултӑр.</verse>
				<verse number="2">Ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ нумай пулнине кайран унӑн ыйхи мӗнле пулнинчен пӗлнӗ евӗр, ӑссӑр ҫынна сӑмахӗ нумай пулнӑран пӗлсе илетӗн.</verse>
				<verse number="3">Турра сӑмах парсассӑн, ӑна пурӑнӑҫлама ан вӑрахла, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ухмахсене кӑмӑлламасть: мӗн тума асӑнтӑн — ту.</verse>
				<verse number="4">Сӑмах парса ӑна пурӑнӑҫламаннинчен — сӑмах паманни лайӑхрах.</verse>
				<verse number="5">Чӗлхӳ-ҫӑварна хӑвӑн ӳтне ҫылӑха кӗртме ан пар, [Турӑ] Ангелӗ умӗнче: «йӑнӑш пулчӗ ку!» тесе ан кала. Хӑвӑн сӑмахупа Турра ан ҫиллентер, Вӑл санӑн аллун ӗҫне пӗтерсе ан пӑрахтӑр.</verse>
				<verse number="6">Нумай тӗлӗкре, нумай сӑмахри пекех, кӑлӑххи нумай; эсӗ вара Турӑран хӑраса тӑр.</verse>
				<verse number="7">Эхер те эсӗ, хӑш-хӑш ҫӗрте чухӑна хӗсӗрленине тата сутпа тӳрӗлӗхе пӑснине курсассӑн, ҫавӑнтан ан тӗлӗн, мӗншӗн тесессӗн аслине аслӑраххи, вӗсене вара тата аслӑраххи асӑрхаса тӑрать;</verse>
				<verse number="8">ҫӗршывӑн чи чапли вара — ҫӗршывшӑн тӑрӑшакан патша.</verse>
				<verse number="9">Кӗмӗле юратакан кӗмӗлпе тӑранаймӗ; пуянлӑха юратаканшӑн унран усси ҫук. Ҫакӑ та — харамлӑх!</verse>
				<verse number="10">Пурлӑх хушӑнать те — унпа усӑ куракансен йышӗ те хушӑнать; хуҫишӗн мӗн ырри ӗнтӗ ҫакӑ: куҫӗпе курни ҫеҫ мар-и?</verse>
				<verse number="11">Ӗҫлекен ҫыннӑн — сахал ҫисессӗн те, нумай ҫисессӗн те — ыйхи тутлӑ; пуян ҫынна вара ытлашши ҫини ҫывӑрма памасть.</verse>
				<verse number="12">Ҫут тӗнчере эпӗ курнӑ питех те асаплантаракан чир пур: хуҫи упракан пуянлӑх хуҫинех сиен кӳрет.</verse>
				<verse number="13">Ҫав пуянлӑх инкеклӗ самантсенче пӗтет: хуҫанӑн акӑ ывӑл ҫуралнӑ, анчах унӑн аллинче ӗнтӗ нимӗн те ҫук.</verse>
				<verse number="14">Амӑш варӗнчен мӗнле ҫара тухнӑ, мӗнле килнӗ, вӑл кайма та ҫавӑн пекех каять, хӑй мӗн ӗҫлесе тунинчен аллипе нимӗн те илсе каяймасть.</verse>
				<verse number="15">Йывӑр чир ку: ҫын мӗнле килнӗ, яланлӑха та ҫавӑн пекех каять. Ӗҫӗ ҫилпе вӗҫсе кайнинчен мӗн усси-ха ӑна?</verse>
				<verse number="16">Хӑй вара ӗмӗрӗ тӑршшӗпех апатне те тӗттӗмре ҫеҫ ҫинӗ, тем тӗрлӗ вӗчӗрхенсе те пӑшӑрханса, кӳренсе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="17">Акӑ эпӗ тата ыррине, кӑмӑллине куртӑм: ҫут тӗнчере ҫыннӑн Турӑ панӑ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӗҫсе-ҫисе, хӑй тӑвакан пур ӗҫӗн ырӑлӑхӗпе киленсе пурӑнмалла: ку вӑл — унӑн шӑпи.</verse>
				<verse number="18">Эхер те хӑш ҫынна Турӑ пуянлӑхпа пурлӑх панӑ пулсассӑн, вӗсемпе усӑ курма, хӑйӗн пайне илме, хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе савӑнма ирӗк те панӑ пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей.</verse>
				<verse number="19">Турӑ унӑн чӗрине ҫапла савӑнтарать пулсассӑн, этем хӑйӗн пурӑнас кунӗсем ҫинчен питех шухӑшламӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫӗр ҫинче эпӗ курнӑ пӗр усаллӑх пур, вӑл ҫынсем хушшинче тӑтӑшах тӗл пулать:</verse>
				<verse number="2">Турӑ этеме пуянлӑх та, пурлӑх та, чап та парать, ӑна хӑй мӗн кӑмӑл туни пӗтӗмпех ҫитсе пырать; анчах Турӑ ӑна ҫакӑнпа усӑ курма памасть, унпа ют ҫын усӑ курать: ку вӑл — харамлӑх, йывӑр чир!</verse>
				<verse number="3">Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм,</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл хӗвеле те курман, пӗлмен: ӑна леш ҫынран канлӗрех.</verse>
				<verse number="6">Лешӗ вара, икӗ пин ҫул пурӑнас пулсассӑн та, хӑйӗн мулӗпе-ырлӑхӗпе киленме пӗлменскер, ҫав пӗр вырӑнах каймасть-и-ха?</verse>
				<verse number="7">Этемӗн пӗтӗм ӗҫӗ — хӑй хырӑмӗшӗн, анчах чунӗ унӑн тӑранаймасть.</verse>
				<verse number="8">Ӑсли ухмахран мӗн тӗлӗшӗнчен лайӑхрах? Пурӑнӑҫра чухӑн мӗн тумаллине пӗлет пулин те, ӑна ҫакӑнтан мӗн усси?</verse>
				<verse number="9">Чунпа аташса ҫӳриччен куҫпа курни лайӑхрах. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!</verse>
				<verse number="10">Ҫӗр ҫинче мӗн пуррине ят панӑ ӗнтӗ, этем мӗнли те паллӑ, вӑл хӑйӗнчен вӑйлӑраххипе тавлашма пултараймасть.</verse>
				<verse number="11">Пушӑ сӑмах нумай: этеме унран мӗн усси?</verse>
				<verse number="12">Этем пурӑнӑҫӗнче — ӗмӗлке пек пурӑнса ирттерекен хӗвӗшӳллӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗнче — уншӑн мӗн лайӑххине кам пӗлме пултарӗ? Хӑй хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче мӗн пулассине этеме кам калӗ?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ырӑ ят хаклӑ сӗрӗшрен лайӑхрах, вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах.</verse>
				<verse number="2">Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне ҫӳриччен — вилнӗ ҫыншӑн хӳхлекенсен килне кайни лайӑхрах: пур ҫыннӑн кунҫулӗ те ҫапла вӗҫленет, чӗрӗ ҫын вара ҫакна хӑй чӗрине илет.</verse>
				<verse number="3">Хуйхӑ-суйхӑ кулӑран лайӑхрах: сӑн хурлӑхлӑ чухне чӗре ырӑланать.</verse>
				<verse number="4">Ӑслисенӗн чӗри — хӳхлев ҫуртӗнче, ухмахсенӗн чӗри — вӑйӑ-кулӑ ҫуртӗнче.</verse>
				<verse number="5">Ухмахсенӗн юррине итличчен — ӑсли питленине итлени лайӑхрах;</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн тесен ухмахсенӗн кулли — хуран айӗнче кӳкен ҫаппи ҫатӑртатни анчах. Ҫакӑ та — харамлӑх!</verse>
				<verse number="7">Ыттисене хӗсӗрлесе ӑсли ухмаха тухать, чӗрене парне те пӑсать.</verse>
				<verse number="8">Ӗҫӗн вӗҫӗ — пуҫламӑшӗнчен лайӑхрах; тӳсӗмли мӑнаҫлинчен лайӑхрах.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ чунупа ҫилленме ан васка: ҫилӗ вӑл ухмахсенӗн ӑшне йӑва ҫавӑрать.</verse>
				<verse number="10">«Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?» тесе ан кала, мӗншӗн тесессӗн ҫакна эсӗ ӑслӑ пулнӑран ыйтмастӑн.</verse>
				<verse number="11">Ӑслӑлӑх еткер пекех аван, уйрӑмах — хӗвеле куракансемшӗн:</verse>
				<verse number="12">унӑн хӳттинче кӗмӗл хӳттинчи пекех; пӗлӳ усси ҫакӑ: ӑслӑлӑх пурӑнӑҫа упрать.</verse>
				<verse number="13">Пӑх-ха Турӑ ӗҫӗ ҫине: Вӑл кукӑр тунине кам тӳрӗ тума пултарайӗ?</verse>
				<verse number="14">Тӗрӗс-тӗкел кунсенче ырӑлӑхпа усӑ кур, синкерлӗ кунсенче шухӑшла: ӑна та, кӑна та Турӑ этем Хӑйне хирӗҫ нимӗн те ан калайтӑр тесе тунӑ.</verse>
				<verse number="15">Хамӑн харам кунӑмсенче эпӗ пурне те ҫителӗклех куртӑм: тӳрӗ ҫын тӳрӗ пурӑннӑ чухнех вилет; усал ҫын усал тусах нумай пурӑнать.</verse>
				<verse number="16">Хӑвна пӗтерес темесессӗн ытлашши тӳрӗ те, ытлашши ӑслӑ та ан пул.</verse>
				<verse number="17">Вӑхӑту ҫитиччен вилес темесессӗн усал ан пул, ӑссӑр-тӑнсӑр ан пул.</verse>
				<verse number="18">Пӗрне тытса пыни, тепӗрне те пӑрахманни, аллунтан яманни — лайӑх: Турӑран хӑракан пур асапран та хӑтӑлӗ.</verse>
				<verse number="19">Ӑслӑлӑх ӑслӑ ҫынна хулара пуҫ пулса тӑракан вунӑ ҫынран та вӑйлӑрах тӑвать.</verse>
				<verse number="20">Ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук;</verse>
				<verse number="21">ҫавӑнпа ӗнтӗ калакан сӑмаха пурне те ан тӑнла — хӑвна чуру мӗнле хӑртнине илтмелле ан пултӑр санӑн;</verse>
				<verse number="22">чӗрӳ пӗлет — эсӗ хӑв та ыттисене сахал мар хурланӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫакна эпӗ пӗтӗмпех ӑслӑлӑхпа сӑнаса пӑхнӑ; «ӑслӑ пулам» тенӗ; анчах ӑслӑлӑхӗ манран аякра.</verse>
				<verse number="24">Мӗн пулни — аякра, тарӑн-тарӑн пытаннӑ: кам пӗлсе ҫитерӗ ӑна?</verse>
				<verse number="25">Ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑла пӗлес, тӗпчес, тупас тесе, ҫапла ухмахлӑхӑн, пӗлменлӗхӗн, ӑссӑрлӑхӑн усаллӑхне пӗлес тесе чунтан тимлерӗм те —</verse>
				<verse number="26">ҫакна ӑнкарса илтӗм: вилӗмрен те хӑрушӑраххи — хӗрарӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл — таната, унӑн чӗри — серепе, унӑн алли — тӑлӑ; Турӑ умӗнче ырӑ ӗҫ тӑвакан унран хӑтӑлӗ, ҫылӑхли вара ун аллине ҫакланӗ.</verse>
				<verse number="27">Пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне сӑнаса, эпӗ акӑ мӗн пӗлтӗм, тенӗ Екклесиаст.</verse>
				<verse number="28">Чунӑм тата мӗн шыранӑччӗ-ха, эпӗ мӗн тупаймарӑм-ха? пинрен пӗр арҫынна тупрӑм эпӗ, анчах вӗсем хушшинче пӗр хӗрарӑм та тупаймарӑм.</verse>
				<verse number="29">Ӗнтӗ ҫакна ҫеҫ пӗлтӗм: Турӑ этеме таса пултарнӑ, анчах ҫынсем ытлашши пӗлӗве шырама пуҫланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Япаласенӗн пӗлтерӗшне ӑслисӗр пуҫне кам лайӑхрах ӑнланӗ? Ҫыннӑн ӑсӗ унӑн пит-куҫне ҫутатать, сивӗ сӑнӗ те улшӑнать.</verse>
				<verse number="2">Патша сӑмахне тата Турӑ умӗнче тупа тунине астусах тӑр.</verse>
				<verse number="3">Патша умӗнчен кайма ан васка, тӗлсӗр ӗҫе ҫине тӑрсах ан хӳтӗле: вӑл мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тума пултарать.</verse>
				<verse number="4">Ӑҫта патша сӑмахӗ, ҫавӑнта унӑн ирӗкӗ; «эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе кам калайӗ ӑна?</verse>
				<verse number="5">Ӳкӗте уяса тӑракана нимӗнле усаллӑх та тивмӗ: ӑслӑ ҫыннӑн чӗри вӑхӑта та, йӗркене те пӗлет;</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн тесессӗн кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗпе хӑйӗн йӗрки пур, этемшӗн вара</verse>
				<verse number="7">мӗн пулассине пӗлменни — пысӑк инкек; ҫакӑ мӗнле пулассине кам калӗ-ха ӑна?</verse>
				<verse number="8">Этем хӑй пурӑнӑҫӗн чӗмне хӑй хуҫа мар, ҫавӑнпа чӗмӗ тухнине вӑл мӗнле тытса чарайтӑр, унӑн вилӗм кунне сирсе яма та ирӗкӗ ҫук, ҫак кӗрешӳре нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та ҫук унӑн, усал ҫынна усаллӑхӗ хӑтараймӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ ҫакна пурне те курнӑ, ҫӗр ҫинче пулса иртекен пур тӗрлӗ ӗҫе те чӗремпе тимленӗ. Хӑш чухне пӗр ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ усал ҫынсене мӗнле пытарнине куртӑм, кайран ҫынсем сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каяҫҫӗ, килӗсене саланаҫҫӗ, — хула вара ҫав усал ҫынсене манӑҫа хӑварать. Ҫакӑ та — харамлӑх!</verse>
				<verse number="11">Начар ӗҫсемшӗн часах сут пулмасть; ҫавӑнпа этем ывӑлӗсем усал тума хӑраса тӑмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫылӑхлӑ ҫын ҫӗр хутчен усал ӗҫ тума пултарать, нумайччен пурӑнать, анчах пӗлетӗп эпӗ — Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ;</verse>
				<verse number="13">йӗркесӗр, усал ҫынна вара ырӑлӑх пулмӗ, Турра хисеплемен ҫын, ӗмӗлке пек, нумай тытӑнса тӑраймӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек харамлӑх та пур: тӳрӗ ҫынсене усал ҫынсен ӗҫӗсене тивӗҫли ҫитсе ҫапать, усал ҫынсене таса ҫынсене тивӗҫли лекет. Каларӑм вара эпӗ: ҫакӑ та — харамлӑх! терӗм.</verse>
				<verse number="15">Вара савӑнӑҫа мухтаса илтӗм, мӗншӗн тесессӗн ҫут тӗнчере ҫыншӑн ӗҫсе ҫиессинчен, савӑнса пурӑнассинчен лайӑхраххи ҫук: ҫакӑ вӑл унӑн Турӑ панӑ ҫут тӗнчери пурӑнӑҫӗнче, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пулса пырать.</verse>
				<verse number="16">Ӑслӑлӑха ӑнланса илес тесе, эпӗ ҫӗр ҫинче пулса пыракан ӗҫсене — этем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫывӑрма пӗлмесӗр тӑвакан ӗҫсене — чӗремпе тимлерӗм те</verse>
				<verse number="17">Туррӑн мӗнпур ӗҫне куртӑм, вара ҫавна пӗлтӗм: этем ҫут тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене пӗлсе ҫитереймест. Этем темӗн чухлӗ тӑрӑшса тӗпчесессӗн те ҫавна пӗлсе ҫитеймест; эхер пӗр-пӗр ӑсчах «эпӗ пӗлетӗп» тесессӗн те, вӑл ҫавна пӗлсе ҫитереймест.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ҫакна пурне те чӗремпе тимлесе тӗпчесессӗн пӗлтӗм вара: сӑваплисем те, ӑслисем те, вӗсенӗн ӗҫӗ те — Турӑ аллинче, этем хӑйне малашлӑхра мӗн кӗтнине — юрату-и, курайманлӑх-и — пачах та пӗлмест.</verse>
				<verse number="2">Пурне те — пӗриех: тӳрӗ ҫынпа тӳрӗ мар ҫынна та, ыррипе [усаллине те], тасипе таса маррине те, парне кӳрекеннипе парне кӳменнине те; ырӑ тӑваканнине те, ҫылӑхлине те; тупа тӑваканнине те, тупа тума хӑраканнине те пӗр шӑпа кӗтет.</verse>
				<verse number="3">Ҫакӑ ӗнтӗ — ҫут тӗнчере пурте ҫапла пулса пыни, пурне те пӗр шӑпа кӗтни — пур тӗлӗшпе те япӑх. Этем ывӑлӗсен чунӗ усаллӑхпа тулнӑ, вӗсен чӗринче, вӗсен пурӑнӑҫӗнче — ӑссӑрлӑх; ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем вилнисем патне каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Чӗррисем хушшинчи этемӗн ӗмӗчӗ пур-ха, мӗншӗн тесессӗн чӗрӗ йытта та вилнӗ арӑсланран лайӑхрах.</verse>
				<verse number="5">Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсене урӑх нимӗн те тавӑрса памаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен манса та кайнӑ,</verse>
				<verse number="6">вӗсенӗн юратӑвӗ те, курайманлӑхӗ те, кӗвӗҫӗвӗ те ҫухалнӑ, текех ӗнтӗ вӗсене ҫут тӗнчере мӗн пулса пынинчен ӗмӗрне те пай тухмӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫапла вара хӑвӑн ӗҫӳсене Турӑ кӑмӑл курнӑ чухне ҫӑкӑрна хӗпӗртесе ҫи, эрехне чунна савӑнтарса ӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Санӑн тумтирӳ кирек хӑҫан та ҫутӑ пултӑр, пуҫна сӗрнӗ ҫу ан иксӗлтӗр.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑн харам пурӑнӑҫунта юратнӑ арӑмупа пурӑнса килен, ӑна сана Турӑ ҫӗр ҫинчи харам кунусенче пӗрле пурӑнма панӑ: ку вӑл — пурӑнӑҫун шӑпи, ҫӗр ҫинче тӑвакан ӗҫӳсен шӑпи.</verse>
				<verse number="10">Аллу мӗн тума пултарнине пурне те хӑвӑн вӑйна кура ту; ху кайса выртас ҫӑва шӑтӑкӗнче ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук.</verse>
				<verse number="11">Пӑхрӑм та ҫут тӗнчере ҫакна куртӑм: ӑмӑртса чупнӑ чухне ӑнӑҫӑвӗ — ҫивӗччисене мар, ҫӗнтерӳ — паттӑррисене мар, ҫӑкӑр — ӑсчахсене мар, пуянлӑх — ӑслӑ-тӑнлисене мар, чыс-хисеп — вӗреннисене мар иккен, пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет.</verse>
				<verse number="12">Этем хӑйӗн вӑхӑтне пӗлеймест. Пулӑ синкерлӗ сӗрекене лекнӗ пекех, кайӑк серепене лексе чӑлханса ӳкнӗ пекех, этем ывӑлӗсем те хӑйсене ӑнсӑртран килсе ҫапакан инкеклӗ вӑхӑтра ҫакланаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ:</verse>
				<verse number="14">акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ;</verse>
				<verse number="15">анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ вара ҫапла каларӑм: ӑслӑлӑх — вӑйран лайӑхрах, ҫапах та чухӑн ҫыннӑн ӑслӑлӑхне вырӑна хумаҫҫӗ, унӑн сӑмахне итлемеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӑслӑ ҫыннӑн лӑпкӑн каланӑ сӑмахне пӗр-пӗр пуҫлӑх ухмахсем хушшинче кӑшкӑрашнинчен лайӑхрах итлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Ӑслӑлӑх ҫар кӑралӗнчен лайӑхрах; анчах та ҫылӑха кӗнӗ пӗр ҫынах ыррине нумай пӗтерет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Вилӗ шӑна мирӑ шӑратаканӑн ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшне пӑсса пӑсӑк шӑршӑллӑ тӑвать; хисеплӗ ҫыннӑн чӗптӗм ухмахлӑхӗ те унӑн ӑслӑлӑхӗпе чысне ҫавӑн пекех пӑсса хӑварать.</verse>
				<verse number="2">Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри — сылтӑмалла, ухмах ҫыннӑн чӗри — сулахаялла.</verse>
				<verse number="3">Ухмах ҫын ҫулпа ҫеҫ утса пырать — вӑл ухмах пулнине кирек кам та курать.</verse>
				<verse number="4">Сана ҫилленнӗ пуҫлӑх ҫилли вутла хыпса илтӗр, эсӗ тухса кайма ан васка: йӑвашлӑх пысӑк айӑпа та каҫарттарать.</verse>
				<verse number="5">Ҫӗр ҫинче эпӗ тата тепӗр усаллӑх куртӑм, ӑна хуҫаран килекен айӑп темелле:</verse>
				<verse number="6">пӗлменлӗхе мала хураҫҫӗ, пуянсем вара кӗҫӗне юлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ чура пулмалли ҫынсем утпа ҫӳренине, аслӑ улпутсем вара, чура пек, ҫуран ҫӳренине куртӑм.</verse>
				<verse number="8">Шӑтӑк алтакан ҫав шӑтӑках ӳкет, хӳме ҫӗмӗрекене ҫӗлен сӑхать.</verse>
				<verse number="9">Вырӑнтан вырӑна чул куҫаракан пилӗкне хуҫма пултарать, вутӑ ҫуракан вутӑранах инкек курма пултарать.</verse>
				<verse number="10">Пуртӑ мӑкалсассӑн, ӑна хӑйраса ҫивӗчлетмесессӗн, ытларах вӑй хума тивет; ӑслӑлӑх вара ҫавна тӳрлетме пӗлет.</verse>
				<verse number="11">Ҫӗленӗ тухатичченех сӑхнӑ пулсассӑн, ӗнтӗ тухатаканӗ те кирлӗ мар.</verse>
				<verse number="12">Ӑслӑ ҫын ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмах — тивлетлӗх, ухмах ҫыннӑн ҫӑварӗ вара ӑна хӑйнех пӗтерет:</verse>
				<verse number="13">вӑл калама тытӑннӑ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ — ухмахлӑх, калаҫӑвӗн вӗҫӗ — ӑссӑрлӑх.</verse>
				<verse number="14">Ухмах ҫын нумай калаҫать. Этем мӗн пуласса пӗлмест. Ун хыҫҫӑн мӗн пуласса ӑна кам пӗлтерӗ?</verse>
				<verse number="15">Ухмах ҫынна хӑйӗн ӗҫӗ ӗшентерет, мӗншӗн тесессӗн вӑл хула ҫулне те пӗлмест.</verse>
				<verse number="16">Эй ҫӗрӗм, патшу тарҫӑсем хушшинчен тухнӑ пулсассӑн, пуҫлӑхусем ирех ӗҫме-ҫиме пикенеҫҫӗ пулсассӑн, хуйхӑ ҫитрӗ ӗнтӗ сана!</verse>
				<verse number="17">Эй ҫӗрӗм, патшу чыслӑ ӑруран ҫуралнӑ пулсассӑн, пуҫлӑхусем иртӗхсе мар, вӑй илмелӗх ҫеҫ, хӑй вӑхӑтӗнче ҫеҫ апатланаҫҫӗ пулсассӑн, ырӑлӑх сана!</verse>
				<verse number="18">Наянлӑха пула мачча авӑнса анать, алӑ усӑнсассӑн, ҫурта шыв кайма тытӑнать.</verse>
				<verse number="19">Ӗҫке рехетленме ирттереҫҫӗ, эрех пурӑнӑҫа хаваслӑрах тӑвать; ҫакӑншӑн вара кӗмӗл саплаштарать.</verse>
				<verse number="20">Патшана ӑшӑнта та ан хурла, пуяна ҫывӑрмалли пӳлӗмӳнте те ан сивле: вӗҫен кайӑк сан сӑмахна урӑх ҫӗре ҫитерме пултарать, вӑл, ҫунатлӑскер, эсӗ мӗн каланине каласа кӑтартма пултарать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ҫӑкӑрна шыв тӑрӑх яр — ӑна эсӗ чылай кунран тупатӑн.</verse>
				<verse number="2">Хӑвӑн пайна ҫичӗ-сакӑр ҫыннах пар: ҫӗр ҫинче мӗнле инкек пуласса пӗлместӗн эсӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫумӑр пӗлӗчӗсем тулса ҫитсессӗн, ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫума пуҫлӗ; йывӑҫ кӑнтӑр еннелле е ҫурҫӗр еннелле ӳксессӗн, вӑл ӳкнӗ вырӑнтах выртса юлӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫиле сӑнаса тӑраканӗ акаймӗ; ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫине пӑхаканӗ вырса илеймӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ, ҫил ҫулӗсене пӗлеймен пекех, йывӑрланнӑ арӑм варӗнче шӑмӑсем мӗнле ӳснине пӗлеймен пекех, пурне те тӑвакан Туррӑн ӗҫне те пӗлеймӗн.</verse>
				<verse number="6">Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар, мӗншӗн тесессӗн эсӗ пӗри е тепӗри ӑнӑҫлӑрах пулассине е иккӗшӗ те пӗр пекех аван пулассине пӗлместӗн.</verse>
				<verse number="7">Ҫутӑ хаваслӑ, хӗвеле курма куҫа кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="8">Этем нумай ҫул пурӑнас пулсассӑн та ӗмӗрӗ тӑршшӗпех савӑнса пурӑнтӑр, анчах хура кунсем нумай пулассине те ан мантӑр: мӗн пуласси пӗтӗмпех — харамлӑх!</verse>
				<verse number="9">Эй яш ача, ҫамрӑк чухне савӑн, чӗрӳ санӑн ҫамрӑклӑхра савӑнӑҫ курса юлтӑр, чӗрӳ ӑҫталла туртать, куҫу ӑҫталла пӑхать — ҫавӑнталла кай; анчах пӗлсе тӑр: ҫакӑншӑн пуриншӗн те Турӑ сана сут умне тӑратӗ.</verse>
				<verse number="10">Хурлӑха хӑвала чӗрӳ патӗнчен, пӑрса яр усаллине ӳтӳ патӗнчен: ачалӑхпа ҫамрӑклӑх та — харамлӑх.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр: йывӑр кунсем ҫитичченех, хӑвах «вӗсен ним ырри те ҫук!» теес ҫулсем ҫитичченех,</verse>
				<verse number="2">хӗвелпе ҫутӑ, уйӑхпа ҫӑлтӑрсем сӳнсе ларичченех, ҫумӑр хыҫҫӑн татах ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланса тухичченех асӑнтан ан кӑлар.</verse>
				<verse number="3">Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ;</verse>
				<verse number="4">урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ;</verse>
				<verse number="5">вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ. Мӗншӗн тесессӗн этем хӑйӗн ӗмӗрхи ҫуртне каять, ӗнтӗ урамра ӑна хӳхлекен хӗрарӑмсем сырса илме хатӗр;</verse>
				<verse number="6">халлӗхе кӗмӗл сӑнчӑр татӑлман-ха, ылтӑн пиҫиххи татӑлман, ҫӑлкуҫӗ патӗнче кӑкшӑм ҫӗмӗрӗлсе арканман, пусӑ шӑлтӑрми йӑтӑнса анман.</verse>
				<verse number="7">Ҫӗртен-тӑпраран пулни каллех тӑпра пулӗ, чун вара хӑйне панӑ Турӑ патне таврӑнӗ.</verse>
				<verse number="8">Харамран харам, тенӗ Екклесиаст, пӗтӗмпе — харамлӑх!</verse>
				<verse number="9">Ӑсчах пулнисӗр пуҫне Екклесиаст тата халӑха вӗрентнӗ. Вӑл пурне те сӑнанӑ, тӗпченӗ, нумай ытарлӑ сӑмах хайланӑ.</verse>
				<verse number="10">Екклесиаст ҫунатлӑ каларӑшсем тупма тӑрӑшнӑ, чӑнлӑх сӑмахӗсене вӑл тӗрӗс ҫырса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ӑсчах ҫынсен сӑмахӗсем — чӑпӑркка пек, ҫапса лартнӑ пӑта пек, вӗсене ҫыраканӗсем пурте пӗр кӗтӳҫӗ патӗнчен килнӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакӑнтан ытлашшийӗнчен вара, ывӑлӑм, сыхлан: нумай кӗнеке ҫырас тесессӗн вӗҫӗ те пулмӗ, нумай вулани хӑвнах ӗшентерет.</verse>
				<verse number="13">Ӗнтӗ пӗтӗм сӑмахӑн тӗшшине итлесе пӗтерер: Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур;</verse>
				<verse number="14">пур тӗрлӗ ӗҫе те, пур тӗрлӗ вӑрттӑнлӑха та — лайӑх-и вӑл, начар-и — Турӑ Хӑйӗн сутне илсе ҫитерет.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="22">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Вӑл мана ҫупӑрласа чуптӑвинччӗ: санӑн евӗкӳ эрехрен те савӑкрах!</verse>
				<verse number="2">Эсӗ ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа сӗрӗнетӗн те, яту таврана сарӑлнӑ мирӑ пекех туйӑнать; хӗрсем ҫавӑнпа юратаҫҫӗ сана.</verse>
				<verse number="3">Кӑчӑк туртсамччӗ мана, эпир сан хыҫҫӑн чупса кайӑпӑр; патша мана хӑйӗн керменне илсе кӗчӗ — сана мухтавлӑпӑр, саншӑн савӑнӑпӑр, санӑн евӗкне эрехрен мала хурӑпӑр; юратӑва тивӗҫлипе юратаҫҫӗ сана!</verse>
				<verse number="4">Эй Иерусалим хӗрӗсем! эпӗ хура, анчах та хитре, Кидар чатӑрӗ пек, Соломон чаршавӗ пек хитре.</verse>
				<verse number="5">Мана хура тесе ан тиркӗр, ӳтӗме хӗвел хӗртсе хуратрӗ: аннемӗн ывӑлӗсем ҫилленчӗҫ те мана хӑйсен иҫӗм пахчине хураллама тӑратрӗҫ, ҫавӑнпа хамӑн пахчама сыхлаймарӑм.</verse>
				<verse number="6">Каласамччӗ мана, чун савниҫӗм: кӗтӗвне ӑҫта кӗтсе ҫӳретӗн? кӑнтӑрла ӑҫтарах эс канатӑн? мӗншӗн-ха манӑн юлташусен кӗтӗвӗ тавра ҫӗтсе ҫӳрес?</verse>
				<verse number="7">Эй хитререн те хитре пикемӗр, ҫавна пӗлместӗн пулсассӑн, кай та кай сурӑхсен йӗрӗпе, кӗтӗвне, качака путеккисене, кӗтсе ҫӳре кӗтӳҫ чатӑрӗсем ҫумӗнче.</verse>
				<verse number="8">Фараон кӳминчи ик турта хушшинчи кӗсремпе танлаштартӑм сана, савниҫӗм-пикеҫӗм.</verse>
				<verse number="9">Ах, епле чечен курӑнать шерепе эрешленӗ сӑну, ҫут шӑрҫаллӑ мӑю;</verse>
				<verse number="10">эпир сана кӗмӗл тенкӗллӗ ылтӑн шерепе туса парӑпӑр.</verse>
				<verse number="11">Патша хӑй кӗрекинче ларнӑ чухне эпӗ сӗрӗннӗ нард ҫӑвӗнчен ырӑ шӑршӑ сарӑлайрӗ.</verse>
				<verse number="12">Манӑн савнӑ каччӑм — мирра ҫупкӑмӗ, яланах чӗрем ҫумӗнче вӑл.</verse>
				<verse number="13">Манӑн савнӑ каччӑм — Енгедире иҫӗм пахчинче ҫурӑлнӑ кипер сапаки пек.</verse>
				<verse number="14">Ах, савниҫӗм-пикеҫӗм, ытарайми хитре эс, ытарайми хитре! куҫусем — кӑвакарчӑн куҫӗсем.</verse>
				<verse number="15">Ах, савнӑ каччӑм, савнийӗм, мӗнле илемлӗ эсӗ, мӗнле кӑмӑллӑ эсӗ! пирӗнех те тӳшек — ешӗл курӑк;</verse>
				<verse number="16">пирӗнех те ҫуртсенӗн тӑрри — кедр йывӑҫҫи, пирӗнех те пӳртсенӗн маччи — кипарис йывӑҫҫи!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эпӗ — Сарон нарцисӗ, эпӗ — айлӑмра ӳсекен лили!</verse>
				<verse number="2">Ман савниҫӗм-пикеҫӗм ытти хӗрсем хушшинче — кӳкен тӗмӗсем хушшинчи лили чечекӗ пекех.</verse>
				<verse number="3">Манӑн савнӑ тусӑм ытти каччӑсем хушшинче — вӑрман йывӑҫӗсем хушшинчи улмуҫҫи евӗрлех. Ҫав улма йывӑҫҫи айӗнче сулхӑнра эп ларма юрататӑп, унӑн пылак ҫимӗҫӗ ҫӑвартах ирӗлет.</verse>
				<verse number="4">Вӑл мана ӗҫкӗ-ҫикӗ керменне илсе кӗчӗ, ман тӗле юрату ялавне ҫакса хучӗ.</verse>
				<verse number="5">Ах, мана юрату лӑштӑр ячӗ, сыпкӑм эрех ӗҫтерсе вӑй кӗртсемӗр, улмапа сӑйласа кӑшт уҫсамӑр ӑша.</verse>
				<verse number="6">Унӑн сулахай алли — ман пуҫӑм айӗнче, сылтӑмми вара мана ыталать.</verse>
				<verse number="7">Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.</verse>
				<verse number="8">Ах, савнӑ тусӑм сасси илтӗнет! акӑ килет вӑл: ту ҫийӗн ыткӑнса, сӑрт ҫийӗн сиктерсе вӑл килет.</verse>
				<verse number="9">Ту качаки евӗрлех, ҫамрӑк пӑлан евӗрлех манӑн каччӑм. Акӑ ҫитрӗ те — тӑрать вӑл кунтах, хӳме леш енче, кантӑкран пӑхать, карта витӗр вӗлтлетсе илет.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ тусӑм мана йыхӑрать: савнийӗм, ытарайми пикеҫӗм, тӑрса тухчӗ часрах!</verse>
				<verse number="11">Акӑ хӗл те иртсе кайрӗ; ҫумӑр та ҫуса иртрӗ;</verse>
				<verse number="12">ҫӗр питне капӑрлатрӗҫ хитре чечексем; юрӑ вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗршывӑмӑрта улатӑпа сасси илтӗнет;</verse>
				<verse number="13">смоква йывӑҫӗ те папкине ӗнтӗ ҫурчӗ, иҫӗм турачӗсем, ҫеҫкене ларса, ырӑ шӑршӑ сараҫҫӗ. Савнийӗм, ытарайми пикеҫӗм, тӑрса тухчӗ часрах!</verse>
				<verse number="14">Ту хушӑкне, чул хысак хӳттине пытанса ларнӑ кӑвакарчӑнӑм! кӑтартсамччӗ сӑнна, сассуна илтме парсамччӗ мана: сассу евӗклӗ санӑн, сӑну кӑмӑллӑ санӑн.</verse>
				<verse number="15">Тилӗсемпе ҫурисене тытса парӑр пире, вӗсем иҫӗм пахчисене тустараҫҫӗ, пирӗн пахча чечекре-ҫке.</verse>
				<verse number="16">Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет.</verse>
				<verse number="17">Кун сулхӑнӗ кайиччен, мӗлкесем ҫухаличчен сӑрт-тусем хушшинчи ту качаки пулайса, ҫамрӑк пӑлан пулайса таврӑнччӗ, савниҫӗм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫӗр варринче хам тӳшекӗм ҫинче чунӑм савакан ҫыннӑма шырарӑм, шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна.</verse>
				<verse number="2">Тӑрам-и эппин, хула тӑрӑх каям-и, чунӑм савакан ҫыннӑма урамра, уҫӑ хутлӑхра эп шырам-и; шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна.</verse>
				<verse number="3">Тӗл пулчӗҫ мана хула тавра ҫӳрекен хуралсем: «чунӑм савакан ҫынна курмарӑр-и эсир?»</verse>
				<verse number="4">Пӑрӑнса утрӑм ҫеҫ вӗсенчен, чунӑм савакан ҫыннӑма тӗл пултӑм, ҫатӑрласа тытрӑм та ӑна — аннемӗн килне ҫитиччен, аннемӗн шалти пӳлӗмне кӗриччен хамран вӗҫертмерӗм ӑна.</verse>
				<verse number="5">Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.</verse>
				<verse number="6">Кам вӑл — пушхир енчен тӗтӗм юпи пек ҫӗкленсе тухаканӗ? миррӑпа, фимиампа, мирӑ шӑратаканӗн тем тӗрлӗ сухӑр ҫӑнӑхӗпе тӗтӗрнӗрен тӗтӗрленсе тӑраканӗ?</verse>
				<verse number="7">Акӑ унӑн, Соломонӑн, йӑткӑҫӗ: ун тавра — утмӑл паттӑр, Израиль ҫӗрӗнчи утмӑл паттӑр.</verse>
				<verse number="8">Кашниех хӗҫ тытнӑ, ӑста вӗсем ҫапӑҫма; ҫӗрлехи синкертен сыхланма пилӗкӗ ҫумӗнче вӗсен хӗҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйне ҫӗклесе ҫӳремелли йӑткӑҫне Соломон патша Ливан йывӑҫӗнчен тутарнӑ;</verse>
				<verse number="10">юписем унӑн — кӗмӗл, чавсапа сӗвенмелли — ылтӑн, ларкӑчне витнӗ йӑм хӗрлӗ пустав; ҫавӑ йӑткӑҫ ӑшне Иерусалим хӗрӗсем савса-юратса тирпейленӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй Сион хӗрӗсем, кайса курӑр пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ Соломон патшана, мӑшӑрланнӑ кун, чун-чӗришӗн савӑклӑ кун, амӑшӗ ӑна тӑхӑнтартнӑ пуҫкӑшӑль.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ай, илемлӗ-ҫке эсӗ, савнийӗм-пикеҫӗм, ай, илемлӗ! кӑтру айӗн пӑхать кӑвакарчӑн куҫу; Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ;</verse>
				<verse number="2">шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ, ҫӑмне каснӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе;</verse>
				<verse number="3">йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю пек санӑн туту, ҫепӗҫ чӗлхӳ-ҫӑвару; питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем;</verse>
				<verse number="4">мӑю — Давид юпи евӗрлӗ, ҫав юпана вӑл кӑрал ҫакма лартнӑ, ун ҫине пиншер хулкан ҫакнӑ, пур хулканӗ те — паттӑрсенӗн.</verse>
				<verse number="5">Санӑн икӗ кӑкӑру — лили чечекӗ хушшинче ҫӳрекен ту качакин йӗкӗреш путекки.</verse>
				<verse number="6">Кун сулхӑнӗ кайиччен, мӗлкесем ҫухаличчен мирра тӑвӗ ҫине, фимиам тӳпемне ман ҫитесчӗ.</verse>
				<verse number="7">Савниҫӗм-пикеҫӗм, эсӗ пур тӗлӗшпе те илемлӗ, санра чӗптӗм тасамарлӑх та ҫук!</verse>
				<verse number="8">Атя манпала Ливанран, ҫураҫнӑ пикеҫӗм! атя манпала Ливанран! Амана тӑвӗ тӑрринчен, Сенирпа Ермон тӑрринчен, арӑслан йӑвисем патӗнчен, барс тӑвӗсем патӗнчен васкасамччӗ!</verse>
				<verse number="9">Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, манӑн чӗреме тыткӑнларӑн! пӗрре пӑхнипех, пӗр мӑй ҫыххипех манӑн чӗреме тыткӑнларӑн.</verse>
				<verse number="10">Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, мӗнле ҫепӗҫ сан евӗкӳ! ачашлатӑн та — эрехрен ытларах ӳсӗртетӗн, эсӗ сӗрӗннӗ сӗрӗш шӑрши пур ырӑ шӑршӑран селӗмрех!</verse>
				<verse number="11">Ҫураҫнӑ пикеҫӗм, чӗлхӳ-ҫӑварӑнтан караслӑ пыл тумлать; чӗлхӳ айӗнче те — пыл та сӗт-ҫке санӑн, Ливан тӑвӗ ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, ҫипуҫу санӑн ырӑ шӑршӑ сарать!</verse>
				<verse number="12">Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ;</verse>
				<verse number="13">эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем,</verse>
				<verse number="14">нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк;</verse>
				<verse number="15">пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.</verse>
				<verse number="16">Эй, ҫил, ҫӗклен ҫурҫӗртен, вӗҫсе кил кӑнтӑртан, варкӑштар пахчама, — унӑн ырӑ шӑрши пур енне сарӑлайтӑр! Савнӑ каччӑм-савнийӗм кӗтӗр хӑй пахчине, пылак ҫимӗҫ ҫисе рехетлентӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Килтӗм акӑ хамӑн пахчама, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм; ырӑ шӑршӑллӑ мирра тата техӗмлӗ курӑк татса пуҫтартӑм, караслӑ пылӑма та ҫирӗм, эрехӗмпе сӗтӗме те ӗҫсе тӑрантӑм. Ӗҫӗр те ҫийӗр, тусӑмсем, рехетленӗр, савнӑ ҫыннӑмсем!</verse>
				<verse number="2">Ҫывӑратӑп, анчах чӗрем сыхӑ тӑрать; акӑ савнӑ тусӑмӑн сасси илтӗнет, алӑкран шаккать вӑл: «йӑмӑкӑм, савниҫӗм, уҫсамччӗ, кӑвакарчӑнӑм, тасаран тасаскерӗм! пуҫӑма ӗнтӗ сывлӑм сырчӗ, ҫӳҫӗм кӑтри каҫ нӳрӗкӗпе йӗпенчӗ».</verse>
				<verse number="3">Ҫири кӗпене эпӗ хывнӑччӗ ӗнтӗ, мӗнле-ха ӑна каллех тӑхӑнас? Эпӗ урана та ҫунӑччӗ ӗнтӗ, мӗнле-ха ӑна каллех варалас?</verse>
				<verse number="4">Чун савнийӗм тӗнӗ витӗр тӑсрӗ те аллине, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм пӑлханса кайрӗ.</verse>
				<verse number="5">Савнийӗме уҫса кӗртмешкӗн вырӑн ҫинчен тӑтӑм, аллӑмран мирра тумлать, алӑк хӑлӑпӗ ҫине пӳрнемсенчен мирра тумлать.</verse>
				<verse number="6">Савнийӗме кӗртмешкӗн алӑка эп уҫрӑм, савнийӗм ҫаврӑнчӗ те — кайрӗ. Кайрӗ те — чунӑм хыпӑнса ӳкрӗ, эпӗ шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна, чӗнтӗм ӑна — вӑл сасӑ памарӗ.</verse>
				<verse number="7">Мана хула тӑрӑх ҫӳрекен хуралҫӑсем тӗл пулчӗҫ, хӗнерӗҫ мана, суранлатса пӗтерчӗҫ мана; хӳме хураллакансем пӗркенчӗкӗме сӳсе илчӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире: манӑн савнийӗме тӗл пулсассӑн, мӗн каланӑ пулӑттӑр ӑна? эпӗ юратӑвӑмпа халсӑрланнӑ тесемӗр.</verse>
				<verse number="9">«Хитререн те хитре пикемӗр! санӑн каччу ытти каччӑсенчен мӗнрен лайӑхрах-ши вара? Пире ҫапла тархасламашкӑн санӑн каччу ыттисенчен мӗнрен лайӑхрах-ши вара?»</verse>
				<verse number="10">Манӑн савнийӗм шурӑ ӳтлӗ, хӗрлӗ сӑнлӑ, вунӑ пин каччӑран чаплӑрах вӑл:</verse>
				<verse number="11">пуҫӗ — таса ылтӑн; кӑтри — хумлӑ-хумлӑ, хура курак пек йӗпкӗн хура;</verse>
				<verse number="12">куҫӗсем — юхӑм шыв хӗрринче пурӑнакан, сӗтре чӑпӑл тӑвакан, киленсе ларакан кӑвакарчӑнсемех;</verse>
				<verse number="13">пичӗ — ырӑ шӑршӑллӑ чечек пахчийӗ, техӗмлӗ курӑксен йӑранӗ; тути — лили чечекӗ, мирра сӑрхӑнтармӑш;</verse>
				<verse number="14">аллисем — ахахлӑ-мерченлӗ икӗ ылтӑн чӑмӑр; хырӑмӗ — сапфир чулӗпе эрешленӗ, ӑстайлӑ якатнӑ сӑлан шӑммийӗ;</verse>
				<verse number="15">ури тунисем — ылтӑн никӗс ҫине лартнӑ икӗ мрамор юпа; пӗвӗ-сийӗ — Ливан тӑвӗ евӗр, кедр йывӑҫӗ пек мӑнаҫлӑн курӑнать;</verse>
				<verse number="16">чӗлхи-ҫӑварӗ — шерпет, кӑмӑлӗпе те вашават вӑл. Эй Иерусалим хӗрӗсем, акӑ мӗнлерех манӑн савнӑ каччӑм, акӑ мӗнлерех манӑн тусӑм!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">«Хитререн те хитре пикемӗр, ӑҫта кайса кӗчӗ санӑн савнӑ каччу? ӑҫта ҫухалчӗ санӑн савнӑ каччу? ӑна эпир санпала пӗрле шырӑпӑр».</verse>
				<verse number="2">Манӑн савнӑ каччӑм хӑй пахчине, чечек пахчине, тухса кайрӗ: вӑл унта кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет, лили чечекӗ пуҫтарать.</verse>
				<verse number="3">Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет.</verse>
				<verse number="4">Савниҫӗм-пикеҫӗм, эсӗ Фирца пекех илемлӗ, Иерусалим пекех кӑмӑллӑ, элем ҫӗкленӗ ҫӗнтерейми ҫар евӗрлӗ эсӗ.</verse>
				<verse number="5">Ан тинкер эс мана, ан пӑлхат чунӑма.</verse>
				<verse number="6">Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ; шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе;</verse>
				<verse number="7">питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем.</verse>
				<verse number="8">Патшанӑн — утмӑл арӑм, сакӑрвунӑ ҫум-арӑм, хӗрӗсенӗн шучӗ те ҫук;</verse>
				<verse number="9">анчах вӑл ҫеҫ — кӑвакарчӑнӑм, тасаран тасаскерӗм, пӗртен-пӗррескерӗм; амӑшӗ те ӑна, пӗртен-пӗр пикине, ытларах юратса ҫитӗнтернӗ. Хӗрсем курчӗҫ те ӑна — пуринчен мала хучӗҫ, патша арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем те мухтарӗҫ ӑна.</verse>
				<verse number="10">Кам-ши вӑл, шурӑмпуҫ ялтравӗ евӗрскер, уйӑх пек чиперскер, хӗвел ҫутийӗ евӗрскер, элем ҫӗкленӗ ҫӗнтерейми ҫар евӗрскер?</verse>
				<verse number="11">Айлӑм ешӗллӗхне курмашкӑн, иҫӗм аврисем папка ҫурман-ши, нар улми йывӑҫӗсем ҫеҫкене ларман-ши тесе мӑйӑр пахчине эпӗ антӑм.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ хам та пӗлместӗп — халӑхӑмӑн чаплӑ ҫыннисен кӳмисем еннелле мӗншӗн ӑнтӑлчӗ-ши ман чунӑм?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">«Ҫаврӑнса пӑхсамччӗ, Суламита! ҫаврӑн-ха, ҫаврӑн, ҫаврӑн — эпир сан ҫине пӑхса илер». Сирӗн мӗншӗн Суламита ҫине пӑхмалла-ха, вӑл Манаимри вӑйӑ карти-им?</verse>
				<verse number="2">Ах, ятлӑ-сумлӑ пике, мӗн тери чипер сантали сырнӑ сан урусем! Ӑста ӳнерҫӗ алли тунӑ мӑя пек санӑн чӑмӑркка пӗҫҫӳсем;</verse>
				<verse number="3">хырӑму — ҫавра алтӑр, техӗмлӗ эрех унта нихӑҫан иксӗлмест; санӑн вару — тулӑ кӑшӑлӗ, кӑшӑлӗ тавра лили лартса тухнӑ;</verse>
				<verse number="4">икӗ чӗччӳ — икӗ путек, ту качакин йӗкӗрешӗ;</verse>
				<verse number="5">мӑю — сӑлан шӑмминчен тунӑ юпа; куҫусем — Батраббим хапхи ҫумӗнчи Есевон кӳллисем; сӑмсу — Дамаск енне пӑхакан Ливан пашниех;</verse>
				<verse number="6">пуҫу Кармил тӑвӗ евӗр мӑнаҫлӑ, ҫӳҫӳ йӗпкӗн хӗрлӗ; кӑтрусен илемӗ патшана пӑхӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="7">Мӗнле эс илемлӗ, мӗнле илӗртӳллӗ, ытарайми чечен эс, савниҫӗм-пикеҫӗм!</verse>
				<verse number="8">Пӗвӳ пальма евӗрлӗ санӑн, икӗ кӑкӑру — икӗ иҫӗм сапакӗ.</verse>
				<verse number="9">Шухӑшларӑм вара: туратран турата ҫакланса улӑхасчӗ манӑн пальма ҫине; кӑкӑру пулӗ иҫӗм сапаки вырӑнне, панулми шӑршиллӗ пулӗ сывлан сывлӑшу;</verse>
				<verse number="10">туту-ҫӑвару — чи тутлӑ эрех. Манӑн эрехӗм — тусӑм валли, ӑшӗ хыпнисене вӑл киленӗҫ кӳрет.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ — тусӑмӑн, вӑл та маншӑн тӗмсӗлет.</verse>
				<verse number="12">Килсем, савнӑ каччӑм, тухар уй-хире, кӗрер ялсене;</verse>
				<verse number="13">ир-ирех каяр иҫӗм пахчине, курар-ха: иҫӗм турачӗ папкаланнӑ-ши, чечеке ларнӑ-ши, нар улмийӗн йывӑҫӗ ҫеҫкеленнӗ-ши; унтах сана ҫупӑрлайӑп, ачашлӑп.</verse>
				<verse number="14">Мандрагора та акӑ ырӑ шӑршӑ сарать, пирӗн алӑк умӗнчех тӗрлӗрен паха ҫимӗҫ — малтанхине те, хальтерех татнине те сан валли эп упрарӑм, юратнӑ каччӑм, савнийӗм!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ах, эсӗ аннем кӑкӑрне ӗмсе ӳснӗ пулсассӑн, манӑн пиччем пулнӑ пулсассӑн! урамра тӗл пулсан та чуптӑвӑттӑм сана, никам та хурламӗччӗ уншӑн мана.</verse>
				<verse number="2">Сана ҫавӑтсах илсе кайӑттӑм, ертсе килӗттӗм аннемҫӗм килне. Эсӗ мана вӗрентӗттӗн, эпӗ сана техӗмлӗ сим пыл, нар улмийӗн сӗткенне ӗҫтерӗттӗм.</verse>
				<verse number="3">Унӑн сулахай алли — ман пуҫӑм айӗнче, сылтӑмми мана ыталать.</verse>
				<verse number="4">Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.</verse>
				<verse number="5">Кам-ши ку — хӑйӗн савнӑ каччийӗ ҫине таянса улӑхать пушхиртен? Улмуҫҫи айӗнче эп вӑратрӑм сана: ҫавӑнтах-ҫке аннӳ те ҫуратнӑ сана, ҫавӑнтах-ҫке сана кун ҫути вӑл кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="6">Эс мана, пичет пек, ху чӗрӳ ҫине хур, ҫӗрӗ пек тӑхӑнтарт пӳрнӳне: юрату вилӗм пекех вӑл хӑватлӑ; кӗвӗҫӳ — тамӑк евӗр тискер; унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем; юрату вӑл — хӑрушла вут-ҫулӑм.</verse>
				<verse number="7">Юрату ҫулӑмне аслӑ шыв сӳнтереймӗ, юханшывсем те хуплаймӗҫ ӑна. Кам та кам юратушӑн мӗнпур пурлӑхне пама хатӗр, йӗрӗнсе ҫеҫ хӳтерӗҫ ӑна.</verse>
				<verse number="8">Пирӗн пӗр йӑмӑк пур, вӑл пӗве ҫитеймен-ха, кӑкӑрӗ те чӑмӑртанман-ха; ӑна ҫураҫма тытӑнсассӑн, пирӗн унпа мӗн тумалла пулать-ха?</verse>
				<verse number="9">Вӑл хӳме пулаясчӗ, ун ҫине кӗмӗл кермен лартнӑ пулӑттӑмӑр; пулаясчӗ вӑл алӑк, эпир ӑна кедр хӑма ҫаптарӑттӑмӑр.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ — хӳме, икӗ кӑкӑрӑм — икӗ пашне пек; ҫавӑнпа ӗнтӗ савнийӗм умӗнче эпӗ пӗве ҫитнӗ хӗр пек пулайӑп.</verse>
				<verse number="11">Соломонӑн Ваал-Гамонра иҫӗм пахчи пулсаччӗ; вӑл ӑна тара парсаччӗ; кашни хуралҫийӗн унти ҫырлашӑн ӑна пин кӗмӗл укҫа памаллаччӗ.</verse>
				<verse number="12">Манӑн иҫӗм пахчийӗ вара — хампа пӗрлех. Соломон, пин кӗмӗлӗ сана, икҫӗр кӗмӗлӗ пахча хуралҫисене пултӑр.</verse>
				<verse number="13">Сат пахчинче пурӑнакан пикеҫӗм! юлташӑмсем сан сассуна тӑнлаҫҫӗ, ан чарсамччӗ мана та ӑна итлеме.</verse>
				<verse number="14">Васка, савнӑ каччӑм, васка; ырӑ шӑршӑ саракан сӑрт ҫинчи ту качаки евӗрлӗ е ҫамрӑк пӑлан евӗрлӗ пул!</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="23">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Исаийӑна, Амос ывӑлне, курӑнни: вӑл ҫакна, Иудейӑпа Иерусалима мӗн пулассине, Иудейӑра Озия, Иоафам, Ахаз тата Езекия патшасем патшара ларнӑ вӑхӑтра курнӑ.</verse>
				<verse number="2">Эй тӳпе, итле, эй ҫӗр, эсӗ те тӑнла, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа калать: Эпӗ ывӑлӑмсене вӗрентрӗм, асла кӑлартӑм, вӗсем вара Мана хирӗҫ тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Вӑкӑр хӑйӗн хуҫине, ашак хӑй хуҫийӗн сырӑшне пӗлет; Израиль вара [Мана] пӗлмест, Манӑн халӑхӑм ӑса кӗрсе ҫитеймест.</verse>
				<verse number="4">Ах, ҫылӑхлӑ халӑх, йӗркесӗр ӗҫсем айне пулнӑ халӑх, усал ҫынсен йӑхӗ, ҫынвӗлерен ывӑлсем! Ҫӳлхуҫаран сивӗнчӗҫ, Израиль Святойне вырӑна хумарӗҫ — каялла ҫаврӑнчӗҫ, тет.</verse>
				<verse number="5">Ҫав-ҫавах чурӑсланакансем, сире тата ӑҫтан ҫапмалла-ши? Пуҫӑр йӑлтах юхан-суранлӑ, чӗрӗр те хавшанӑ.</verse>
				<verse number="6">Ура тупанӗнчен пуҫ тӳпи таранах унӑн пӗр сывӑ вырӑн та ҫук: юхан-суран, юнӑхнӑ-кӑвакарнӑ вырӑнсем, пӳрленсе тӑракан сурансем, вӗсене ҫуса та тасатман, ҫу сӗрсе, ҫемҫетсе те ҫыхман.</verse>
				<verse number="7">Сирӗн ҫӗре сӑтӑр-мӑшкӑл кӑтартнӑ; хулӑрсене ҫунтарса янӑ; сирӗн хирсем паракан ҫимӗҫе ютран килнисем хӑвӑр умӑртах ҫисе яраҫҫӗ; ютран килнисем ҫаратса тухнӑ евӗр, пур тӗлте те — пуш-пушӑ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ Сион хӗрӗ иҫӗм пахчинчи чатӑр пек, уй-хирти хӳшӗ пек, хупӑрласа илнӗ хула пек тӑрса юлчӗ.</verse>
				<verse number="9">Саваоф Ҫӳлхуҫа пире кӑштах ӑрӑвлӑха хӑварман пулсассӑн, эпир Содом пекех пулаттӑмӑр, Гоморрӑпа танлашаттӑмӑр.</verse>
				<verse number="10">Эй Содом пуҫлӑхӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр; эй Гоморра халӑхӗ, Туррӑмӑр саккунне тӑнла!</verse>
				<verse number="11">Эсир кӳрекен йышлӑ парне мӗн тума кирлӗ Мана? теет Ҫӳлхуҫа. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ сурӑхсемпе, самӑрлатнӑ выльӑх ҫӑвӗпе тӑранса ҫитрӗм Эпӗ; Мана пӑрусен юнӗ те, сурӑхсемпе качакасен юнӗ те кирлӗ мар.</verse>
				<verse number="12">Эсир Ман умӑма килсе тӑратӑр, ҫакна кам ыйтать сирӗнтен? Эсир мӗншӗн Ман Килӗмӗн картишне таптатӑр?</verse>
				<verse number="13">Ниме тӑман парнӗрсене текех илсе ан килӗр: тӗтӗм тӗтӗрни те йӗрӗнтерет Мана; ҫӗнӗ уйӑх уявӗпе шӑматкунсене, уяв пухӑвӗсене тӳсме пултараймастӑп: саккуна хирӗҫле ӗҫсем — ҫав хушӑрах уявсем!</verse>
				<verse number="14">Сирӗн ҫӗнӗ уйӑх уявӗсене, ытти уявӑрсене кураймасть Манӑн чунӑм: вӗсем Маншӑн — пысӑк ҫӗклем; йывӑр Мана вӗсене ҫӗклесе ҫӳреме.</verse>
				<verse number="15">Аллӑрсене ҫӳлелле тӑснӑ чухне, сире курас мар тесе, куҫӑма хупатӑп; эсир ҫине-ҫинех тархаслама пуҫласассӑн та, Эпӗ сире илтместӗп: сирӗн аллӑрсем чӗп-чӗрӗ юн.</verse>
				<verse number="16">Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр;</verse>
				<verse number="17">ырӑ тума вӗренӗр, тӳрӗлӗхе шырӑр, пусмӑр тӳсекене хӑтарӑр, тӑлӑха хӳтӗлӗр, тӑлӑх арӑма кӳрентерме ан парӑр.</verse>
				<verse number="18">Вара килӗр — татса парӑпӑр, теет Ҫӳлхуҫа. Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп; йӑмӑх хӗрлӗ пулсассӑн — шурӑ ҫӑм пек шуратӑп.</verse>
				<verse number="19">Кӑмӑл тусассӑн, итлесессӗн — ҫӗрӗн ырӑлӑхне ҫисе пурӑнатӑр;</verse>
				<verse number="20">Турӑран тунсассӑн, ҫаплах чурӑслансассӑн — эсир хӗҫ тупӑшӗ пулатӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать.</verse>
				<verse number="21">Тӳрӗлӗхе хапӑл тунӑ тӗп хула епле-ха аскӑн арӑм пек пулса кайрӗ! Унта тӳрӗлӗх пурӑнатчӗ, халӗ ҫынвӗлеренсем пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Ӗнтӗ кӗмӗлӳ ҫунчӑк пулчӗ, шыв хушнипе сӑру та пӑсӑлчӗ.</verse>
				<verse number="23">Санӑн улпутусем саккуна хирӗҫле ӗҫсем тӑваҫҫӗ, вӑрӑ-хурахсемпе туслашаҫҫӗ; вӗсем пурте парне таврашне юратаҫҫӗ, сӗревшӗн хыпса ҫунаҫҫӗ; тӑлӑх-турата хӳтӗлемеҫҫӗ, тӑлӑх арӑм ӗҫӗ вӗсем патне ҫитеймест.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израилӗн Вӑйлӑскерӗ ҫапла калать: Хама хирӗҫ тӑракансене Эпӗ мӑшкӑла хӑварӑп, Хамӑн тӑшманӑмсене тавӑрӑп!</verse>
				<verse number="25">Аллӑма сан ҫине тӑсӑп та, сӗлтӗпе ҫунӑ пек, сана мӗнпур хутӑшран тасатӑп, сана пур тӑхланран та уйӑрӑп;</verse>
				<verse number="26">вара каллех сана унчченхи пекех тӳресем, пуҫламӑшӗнчи пекех канашҫӑсем тупса парса тӑрӑп; ӗнтӗ сан ҫинчен: «тӳрӗлӗх хули, шанчӑклӑ тӗп хула» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Сион тӳрӗ сут туса ҫӑлӑнӗ, Турӑ енне ҫаврӑннисем тӳрӗлӗхпе ҫӑлӑнӗҫ;</verse>
				<verse number="28">Турӑран сивӗннисене, ҫылӑхлисене пурне те вилӗм ҫитӗ, Ҫӳлхуҫаран хӑпнисем тӗп пулӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Хӑвӑр пуҫҫапакан йывӑҫсемшӗн эсир намӑса юлатӑр, хӑвӑр валли суйласа илнӗ катасемшӗн эсир мӑшкӑл куратӑр.</verse>
				<verse number="30">Вара эсир ҫулҫи тӑкӑннӑ юман пек, шывсӑр тӑрса юлнӑ ката пек пулатӑр.</verse>
				<verse number="31">Ӗнтӗ вӑй-хӑватли чӳпӗк пулӗ, унӑн ӗҫӗ ҫулӑм пулӗ; пӗрлех ҫунӗҫ — никам та сӳнтереймӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Турӑ Исаийӑна, Амос ывӑлне, Иудейӑпа Иерусалима мӗн пулассине кӑтартнӑ чухнехи сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем пурте ун патне пуҫтарӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Нумай-нумай йӑх пухӑнӗ, калӗҫ вара: килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне, улӑхар. Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн саккун Сионран, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ Иерусалимран килӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара хӑйсен хӗҫӗнчен сухапуҫӗ, сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ: пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Эй Иаков килӗ! Килӗр, Ҫӳлхуҫа ҫутинче ҫӳрӗпӗр.</verse>
				<verse number="6">Анчах та Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Иаков килне, сирсе ятӑн, мӗншӗн тесен вӗсем тухӑҫран теме те вӗренчӗҫ: филистимсенни пек вӗсен асамҫӑсем те пур, ют халӑхсен ывӑлӗсемпе те явӑҫаҫҫӗ вӗсем.</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ унӑн ҫӗрӗ кӗмӗлпе-ылтӑнпа тулса ларчӗ, пурлӑхӗн шучӗ те ҫук; унӑн ҫӗрӗ ут-урхамахпа тулса ларчӗ, ҫар урапийӗсен шучӗ те ҫук;</verse>
				<verse number="8">унӑн ҫӗрӗ йӗрӗхсемпе тулса ларчӗ: вӗсем хӑйсен алли тунӑскерне, хӑйсен пӳрни ӑсталанӑскерне пуҫҫапаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Мӗскӗнленчӗ этем, ар хӑйне кӗҫӗне хӑварчӗ — Эсӗ вӗсене каҫармастӑн.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен ту хушшинче пытан, ҫӗр хӑвӑлне пытан.</verse>
				<verse number="11">Этем текех мӑнаҫлӑн пӑхаймӗ, ҫын асла кӑларнийӗ кӗҫӗне тӑрса юлӗ; ҫавӑ кун пӗр Ҫӳлхуҫа ҫеҫ аслӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитӗ, вӑл ҫитӗ мӗнпур мӑнаҫлине, мӑнкӑмӑллине, мухтаса чапа кӑларнине, — ҫакӑ ӗнтӗ кӗҫӗне юлӗ, —</verse>
				<verse number="13">вӑл ҫитӗ Ливан ҫинче ӳсекен мӗнпур ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ кедр йывӑҫне, Васанӑн мӗнпур юманне,</verse>
				<verse number="14">мӗнпур ҫӳллӗ тӑва, таҫтанах курӑнса тӑракан сӑртсене,</verse>
				<verse number="15">мӗнпур ҫӳллӗ пашнене, мӗнпур тӗреклӗ хӳмене,</verse>
				<verse number="16">Фарсисӑн мӗнпур карапне, вӗсенӗн ӑмсантаракан мӗнпур эрешне.</verse>
				<verse number="17">Вара этемӗн аслӑлӑхӗ путланӗ, этемӗн чапӗ кӗҫӗне тӑрса юлӗ; ҫавӑ кун пӗр Ҫӳлхуҫа ҫеҫ аслӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="18">Йӗрӗхсем яланлӑхах ҫухалӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, ҫынсем ту ҫурӑкӗсене, шӑтӑк-путӑка тарса пытанӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, сӑрт хушӑкӗсемпе ту ҫурӑкӗсене тарса пытаннӑ чухне хӑйӗн кӗмӗл йӗрӗхӗсемпе ылтӑн йӗрӗхӗсене — пуҫҫапма тунӑскерсене — этем каюрасемпе ҫара ҫерҫисене пӑрахса парӗ.</verse>
				<verse number="21"></verse>
				<verse number="22">Эсир этеме шанма пӑрахӑр, сывлан сывлӑшӗ те унӑн сӑмси шӑтӑкӗнче ҫеҫ: мӗнех ӗнтӗ вӑл?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Часах акӑ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Иерусалимран тата Иудӑран туйине, тӗрекне туртса илӗ, ҫимелли ҫӑкӑрне, ӗҫмелли шывне, паттӑр ҫулпуҫӗпе ҫар ҫыннине, тӳрипе пророкне, витӗркурана, аслӑ ҫынна, алпӳне, пуҫлӑхне, канашҫине, ӑслӑ ӳнерҫине, ӑста вӗрӳҫине туртса илӗ.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">Яш ачасене вӗсен пуҫлӑхӗсем тӑвӑп, вӗсемпе ӗнтӗ ача-пӑча хуҫаланӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӗнтӗ халӑх хушшинче пӗри теприне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӗсӗрлеме пуҫлӗ; намӑса пӗлмен яш ача ваттинчен, ниме тӑман этем аслӑ ҫынран аслӑрах пулса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара этем хӑйӗн тӑванне ярса тытӗ те: «аҫун килӗнче санӑн тум пур — апла пирӗн ҫулпуҫ пулсамччӗ, ҫак ишӗлчӗксем санӑн аллунта пулччӑр» тейӗ.</verse>
				<verse number="7">Лешӗ вара тупа тусах калӗ: «халӑх суранне сыватаймӑп эпӗ; манӑн килӗмре ҫӑкӑр та, тумтир те ҫук: мана халӑх ҫулпуҫӗ ан тусамӑр» тейӗ.</verse>
				<verse number="8">Иерусалим ҫапла арканӗ, Иуда ҫапла тӗп пулӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен сӑмахӗ те, ӗҫӗ-хӗлӗ те — Ҫӳлхуҫана хирӗҫ; Унӑн мухтавлӑхӗшӗн йӗрӗнмелле япала ку.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем мӗнлереххи вӗсен пичӗ-куҫӗнченех курӑнать, хӑйсен ҫылӑхӗсене вӗсем уҫҫӑнах, Содом ҫыннисем пекех, каласа параҫҫӗ, пытарса тӑмаҫҫӗ: вӗсен чунне хуйхӑ ҫитӗ! вӗсем хӑйсене хӑйсемех усал тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Калӑр тӳрӗ ҫынна — ӑна ырӑлӑх пулӗ: хӑй ӗҫӗсемшӗн вӑл ырӑ курӗ;</verse>
				<verse number="11">йӗркесӗр ҫынна вара хуйхӑ ҫитӗ: алли ӗҫӗсемшӗн тавӑру килӗ.</verse>
				<verse number="12">Манӑн халӑхӑма хӗсӗрлекенсем — ачасем, унӑн хуҫисем вара — хӗрарӑмсем. Халӑхӑм! ҫулпуҫусем сана ҫулран пӑрса ячӗҫ, тӗрӗс мар сукмакпа илсе кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа сут тума ҫӗкленчӗ — халӑхсене сут тумашкӑн тӑрать.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе, ҫулпуҫӗсемпе сутлашать: эсир иҫӗм пахчине пушатса хӑвартӑр; сирӗн килӗрсенче — чухӑна ҫаратса пухнӑ тупра;</verse>
				<verse number="15">Манӑн халӑхӑма мӗн-ма хӗсӗрлетӗр эсир, чухӑнсене мӗн-ма пусмӑрлатӑр? тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Сион хӗрӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пуҫне каҫӑртса, куҫӗпе илӗртсе ҫӳренӗшӗн, мӑнаҫлӑ утнӑшӑн, уринчи вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса пынӑшӑн</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа акӑ Сион хӗрӗсен лӗпкине ҫап-ҫара тӑратса хӑварӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ҫамкине те ҫаралатӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫав кун Ҫӳлхуҫа ура суллисене, — хитре вӑчӑрасене, — тата хӗвел евӗрлӗ, уйӑх евӗрлӗ эрешсене, хӑлха алкисене, мӑй ҫыххисене, варкӑшлӑхсене, пуҫ ҫыххисене, алӑ суллисене, пиҫиххисене, ырӑ шӑршӑ тытакан кӗленчесене, тухату ҫаккисене, ҫӗрӗсемпе сӑмса ункисене, ҫиелтен тата аялтан тӑхӑнмалли тумтирсене, тутӑрсене, енчӗксене, тӗкӗрсене, ҫӳхе юпӑнчӑсене тата вителӗксене туртса илӗ.</verse>
				<verse number="19"></verse>
				<verse number="20"></verse>
				<verse number="21"></verse>
				<verse number="22"></verse>
				<verse number="23">Вара ырӑ шӑршӑ вырӑнне усал шӑршӑ пулӗ, пиҫиххи вырӑнне — кантра, кӑтралатнӑ ҫӳҫ вырӑнне — кукша, сарлака юпӑнчӑ вырӑнне — ансӑр шӑлапир тум, илем вырӑнне кӗлеме пулӗ.</verse>
				<verse number="24">Арҫыннусем хӗҫпе пӗтӗҫ, паттӑрусем вӑрҫӑра пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ тӗп хула хапхи ахлатӗ, макӑрӗ, хули ҫӗр ҫинче пуш-пушӑ ларса юлӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Вара ҫавӑ кун ҫичӗ арӑм пӗр ҫынран ҫакланӗҫ те калӗҫ: «хамӑр ҫӑкӑрах ҫийӗпӗр, хамӑр тумах тӑхӑнса ҫӳрӗпӗр, пирӗн сан ятна ҫеҫ илесчӗ — намӑсран хӑтар пире» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа хунавӗ илемлӗн те мухтавлӑн килӗ, Израилӗн сыхланса юлнӑ ывӑлӗсемшӗн ҫӗр ҫимӗҫӗ чаплӑн та чыслӑн ҫитӗ.</verse>
				<verse number="3">Ун чухне Иерусалимра пурӑнакансенӗн кӗнекине кӗртсе ҫырнисене — Сион ҫинче юлнисене, Иерусалимра сыхланса юлнисене — сӑваплисем теме тытӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа сут сывлӑшӗ-хӑвачӗпе, вут-ҫулӑм сывлӑшӗ-хӑвачӗпе Сион хӗрӗсен ирсӗрлӗхне ҫуса тасатсассӑн, Иерусалим хутлӑхӗнчи юна тасатсассӑн,</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа пӗтӗм Сион тӑвӗ тӗлӗнче, халӑх пухӑвӗсем тӗлӗнче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра пӗлӗт, ҫӗрле вара тӗтӗм те ялкӑшакан вут-ҫулӑм ҫути тытса тӑрӗ: ӗнтӗ пурин те хӳтлӗх пулӗ.</verse>
				<verse number="6">Кӑнтӑрлахи шӑрӑхран сыхланма, ҫил-тӑманран, йӗпе-сапаран хӳтӗленме чатӑр пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Хамӑн Савниҫӗм ҫинчен юрласа паратӑп, ку — Савниҫӗм ҫинчен, Унӑн иҫӗм пахчийӗ ҫинчен хывнӑ юрӑ. Савнийӗн ту тӑрринче пулӑхлӑ ҫӗр ҫинче иҫӗм пахчийӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл ун тавра карта тытса ҫаврӑннӑ, пахчине чулсенчен тасатнӑ, унта чи парка хунавсем лартса тухнӑ, пахча варрине пашне туса лартнӑ, иҫӗм сӗткенӗ валли юхтаркӑч тунӑ, ӗнтӗ паха ҫупкӑмсем пиҫессе вӑл кӗтнӗ, анчах унта юрӑхсӑр ҫырла ҫеҫ ӳснӗ.</verse>
				<verse number="3">Халӗ ӗнтӗ, Иерусалимра пурӑнакансем, Иуда арӗсем, иҫӗм пахчийӗпе Манӑн хушшӑмри тавӑҫа татса парӑр.</verse>
				<verse number="4">Хамӑн иҫӗм пахчийӗшӗн тата мӗн тумаллаччӗ-ши, уншӑн Эпӗ мӗскер тумасӑр хӑвартӑм-ши? Эпӗ паха ҫупкӑмсем пиҫессе кӗтнӗ чухне вӑл мӗншӗн юрӑхсӑр ҫырла пачӗ-ши?</verse>
				<verse number="5">Хамӑн иҫӗм пахчийӗпе мӗн тӑвасса калатӑп Эпӗ сире: унӑн картине сӳтсе илетӗп те — ӑна тустарса тухӗҫ; хӳмисене аркатӑп та — ӑна таптаса пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ӑна ҫаплах, юхӑннӑ халлӗнех, пӑрахса хӑварӑп: ӗнтӗ турачӗсене те иртмӗҫ, ҫӗрне те кӑпкалатмӗҫ — ӑна йӗплӗ тӗм те ҫумкурӑкӗ пусса илӗ, ӗнтӗ пӗлӗтсене те ун ҫине ҫумӑр ҫутарма Эпӗ чарӑп.</verse>
				<verse number="7">Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн иҫӗм пахчийӗ — Израиль килӗ вӑл; Иуда арӗсем вара — Унӑн юратса лартнӑ хунавӗсем. Вӑл тӗрӗслӗхе кӗтнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ — юнюхтару; тӳрӗлӗхе кӗтнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ — хаяррӑн ҫухӑрни.</verse>
				<verse number="8">Ҫӗр ҫине пӗр сире ҫеҫ вырӑнаҫтарнӑ пек, ыттисем валли вырӑн хӑвармасӑр ҫурт ҫумне ҫурт хушакансене, хир ҫумне хир пӗрлештерекенсене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="9">Саваоф Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак ҫуртсен шучӗ те ҫук — вӗсем пушӑ пулӗҫ, капмар та илемлӗ вӗсем — унта пурӑнакансем пулмӗҫ;</verse>
				<verse number="10">иҫӗм пахчинчи вунӑ лаптӑк пӗр бат ҫырла парӗ, пӗр хомер акнӑ тырӑ аран-аран пӗр ефа парӗ.</verse>
				<verse number="11">Иртенпех ҫиккер шыракансене, сӗм каҫ пуличченех эрехпе хӗрекенсене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="12">Вӗсенӗн ӗҫки-ҫикинче — арфа та кӗсле, тӳнкӗр те шӑхличӗ, эрех таврашӗ; Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем ҫине вӗсем ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ, Унӑн аллийӗ пултарнӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑншӑн Манӑн халӑхӑм кӗтмен ҫӗртен тыткӑна кайӗ, вара улпучӗсем выҫӑпа касӑхӗҫ, чухӑннисем шывшӑн антӑхӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавна пулах ҫӗр тӗпӗ уҫӑлчӗ, ҫӑварне виҫесӗр карса пӑрахрӗ: ӗнтӗ вӗсен чапӗ, вӗсен мулӗ, вӗсен шӑв-шавӗ, вӗсене хаваслӑх-савӑнӑҫ кӳрекенни пӗтӗмпех ҫавӑнта анса кайӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара этем мӗскӗнленӗ, ар йӑвашланӗ, мӑнаҫлисен ҫутӑ куҫӗ те тӗксӗмленӗ;</verse>
				<verse number="16">Саваоф Ҫӳлхуҫа вара сутра Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартӗ, Святой Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑхне тӳрӗлӗхре кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫынсене илсе кайнӑ ҫӗрте сурӑхсем ҫӳрӗҫ, тыткӑна илсе кайнисенӗн хирӗнче мӗн юлнине ҫисе ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Йӗркесӗрлӗхе хӑйсен енне ултав вӗренӗпе туртакансене, ҫылӑха урапа чӗнӗпе туртакансене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="19">Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «васкатӑр Вӑл, Хӑйӗн ӗҫне хӑвӑртрах тутӑр — эпир курса тӑрӑпӑр, Израиль Святойӗ палӑртса хуни ҫывӑхартӑр, пурӑнӑҫлантӑр — эпир пӗлсе тӑрӑпӑр!» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Усала ырӑ, ыррине усал теекенсене, сӗмлӗхе ҫутӑ пек, ҫутта сӗмлӗх пек хапӑллакансене, йӳҫҫине пылак пек, пылаккине йӳҫҫи пек хапӑл тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="21">Хӑйсене хӑйсем ӑсчах тесе шутлакансене, хӑйсене хӑйсем ӑслӑ-тӑнлӑ тесе шутлакансене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="22">Эрех ӗҫме хастар, хаяр шӗвек хатӗрлеме патвар ҫынсене хуйхӑ ҫитӗ:</verse>
				<verse number="23">сӗревшӗн вӗсем айӑплинех тӳрре кӑлараҫҫӗ, тӳрӗ пурӑнаканран вара тивӗҫлинех туртса илеҫҫӗ!</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑншӑн, вут-ҫулӑм улӑма ҫунтарса янӑ пек, ҫулӑм утта пӗтернӗ пек, вӗсен тымарӗ ҫӗрсе пӗтӗ, вӗсен чечекӗ тусан пек вӗҫсе саланӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫа саккунне сивлерӗҫ, Израиль Святойӗн сӑмахне уямарӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑншӑн Хӑйӗн халӑхне ҫилленнипе Ҫӳлхуҫа ҫилли вутла хыпса илӗ, Вӑл аллине ун ҫине тӑсӗ — ӑна пӗтерсе тӑкӗ, вара тусем чӗтренӗҫ, вӗсен виллисем урамри тислӗк пек пулӗҫ. Унӑн ҫилли апла та сирӗлмӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӑл аякри халӑхсем валли ялав ҫӗклӗ, ҫӗр хӗрринче пурӑнакана систерӗ — акӑ ҫав халӑх ҫийӗнчех килсе ҫитӗ.</verse>
				<verse number="27">Унӑн ӗшенесси те, халсӑрланасси те пулмӗ; пӗри те тӗлӗрмӗ, куҫ хупмӗ, пилӗкӗнчен пиҫиххийӗ те салтӑнмӗ, ура сыррийӗн кантрийӗ те татӑлмӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫӗмренӗсене шӗвӗртнӗ, уххисене туртса карӑнтарнӑ; учӗсен чӗрнийӗ — вутчуль пек, ҫар урапийӗсем — ҫавраҫил пек.</verse>
				<verse number="29">Ама арӑслан пек ахӑрать, ҫамрӑк арӑслан пекех ӳхӗрет, мӗкӗрсе ярать те — тупӑша ярса илет, сӗтӗрсе каять — ӑна никам та туртса илеймест.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑ кун вӑл урса кайнӑ тинӗс кӗрлевӗ пек мӗкӗрсе ярӗ; ҫӗр ҫине пӑхса илӗ — акӑ ӗнтӗ сӗмлӗх, хуйхӑ-суйхӑ, пӗлӗтсем ҫинчи ҫутӑ та сӳнсе ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Озия патша вилнӗ ҫулхине эпӗ питех те ҫӳлте, ҫӳллӗ аслӑ пукан ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм. Унӑн ҫийӗнчи риза аркийӗн вӗҫӗ пӗтӗм Турӑ Ҫуртне тултарса тӑратчӗ.</verse>
				<verse number="2">Унӑн тавра серафимсем тӑратчӗҫ; вӗсем кашнийӗ ултшар ҫунатлӑччӗ: икӗ ҫунаттипе питне хупланӑччӗ, иккӗшӗнпе урине хупланӑччӗ, тата иккӗшӗнпе вӗҫетчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем пӗр-пӗрне янӑравлӑн ҫапла калатчӗҫ: Сӑваплӑ, Сӑваплӑ, Сӑваплӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа! пӗтӗм ҫӗр Унӑн мухтавлӑхӗпе тулнӑ!</verse>
				<verse number="4">Вӗсен хаваслӑ сассипе хапха никӗсӗ чӗтӗренчӗ, Ҫурт тӗтӗрекен тӗтӗмпе тулса ларчӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуйхӑ ҫитрӗ мана! пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн эпӗ таса мар чӗлхе-ҫӑварлӑ этем, пурӑнасса та эпӗ халӑх хушшинче таса мар чӗлхе-ҫӑварпа пурӑнатӑп, — куҫӑм вара Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, курчӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑн чухне пӗр серафимӗ ман патӑма вӗҫсе пычӗ; унӑн аллинче — ҫунакан кӑвар, ӑна вӑл парне вырӑнӗ ҫинчен хӗскӗчпе хӗстерсе илнӗччӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл ҫавӑнпа манӑн тута-ҫӑварӑма сӗртӗнчӗ те ҫапла каларӗ: акӑ ҫакӑ санӑн туту-ҫӑварна сӗртӗнчӗ, санӑн йӗркесӗрлӗхне санран уйӑрнӑ ӗнтӗ, санӑн ҫылӑхна каҫарнӑ, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа сассине: «Манӑн кама ямалла? кам кайӗ Пирӗншӗн?» тесе каланине илтрӗм. Эпӗ: кунтах эпӗ, мана яр, терӗм.</verse>
				<verse number="9">Вӑл ҫапла каларӗ: кай та кала ҫав халӑха: илтме илтӗр те — ӑнланса илеймӗр, куҫӑрпа пӑхса тӑрӑр та — кураймӑр:</verse>
				<verse number="10">ӗнтӗ ҫак халӑхӑн чӗрийӗ хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене хупнӑ, куҫӗсемпе те курмаҫҫӗ, хӑлхисемпе те илтмеҫҫӗ, чӗрисемпе те ӑнкараймаҫҫӗ, хӑйсен ҫулне улӑштараймаҫҫӗ — сывалма пултараймаҫҫӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ вара: чылайлӑха-и, Ҫӳлхуҫамӑм? терӗм. Вӑл каларӗ: хуласем пушанса, пурӑнакансемсӗр тӑрса юличчен, кил-ҫурт ҫынсӑр тӑрса юличчен, ҫакӑ ҫӗр пӗтӗмпех юхӑнса ҫитиччен.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа ҫынсене хӑваласа ярӗ, ҫакӑ ҫӗр хӑрушла хӑрӑнса ҫитӗ.</verse>
				<verse number="13">Пурӑнакансенчен вуннӑмӗш пайӗ те пулин юлса каялла таврӑнсассӑн та, ҫӗре каллех тустарса тухӗҫ; анчах, касса янӑ хыҫҫӑн теревинфран та, юманран та тымар тӑрса юлнӑ пек, сӑваплӑ вӑрлӑх ҫакӑ ҫӗрӗн тымарӗ пулӗ, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ахаз — Озия ывӑлӗн, Иофамӑн, ывӑлӗ — Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра Сири патшийӗ Рецин тата Израиль патшийӗ Факей, Ремалия ывӑлӗ, Иерусалима хирӗҫ ҫӗкленсе тухнӑ; ӑна ҫӗнсе илес тенӗ те — анчах ҫӗнсе илеймен.</verse>
				<verse number="2">Давид килне хыпар ҫитернӗ: Сири ҫыннисем Ефрем ҫӗрӗнче чарӑнса тӑнӑ, тенӗ. Ӗнтӗ Ефрем чӗри тата ун халӑхӗн чӗри вӑрманта йывӑҫсем ҫилпе хумханнӑ пек пӑлханса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Исаийӑна каланӑ: эсӗ хӑвӑн Шеар-ясув ывӑлупа пӗрле Тури пӗве патне, шыв ҫулӗ пуҫланакан тӗле, пир-авӑр шуратмалли хир енне каякан ҫул ҫине, Ахаза хирӗҫ тух,</verse>
				<verse number="4">ӑна ҫапла кала: сӑнасах тӑр, лӑпкӑ пул; ан хӑра, ҫак йӑсӑрланакан икӗ вутпуҫҫирен — Рецинпа Сири ҫыннисенчен тата Ремалия ывӑлӗнчен, — вӗсен хӗрсе кайнӑ ҫиллинчен санӑн чӗру ан шиклентӗр.</verse>
				<verse number="5">Сири, Ефрем тата Ремалия ывӑлӗ сана хирӗҫ каварлашса ҫапла калаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="6">Иудейӑна каяр, пӑлхатар ӑна, ярса илер, унта Тавеил ывӑлне патшана лартар, теҫҫӗ, те.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Турӑ вара ҫапла калать: ун пек пулмӗ, ун пек пулас ҫук:</verse>
				<verse number="8">Сири пуҫӗ — Дамаск, Дамаск пуҫӗ — Рецин; тепӗр утмӑл пилӗк ҫултан Ефрем халӑх пулма пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="9">Ефрем пуҫӗ — Самари, Самари пуҫӗ — Ремалия ывӑлӗ. Ҫирӗп шанса тӑмасассӑн, ҫирӗп тытӑнса тӑраймӑр, тет.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Ахаза тата малалла каланӑ:</verse>
				<verse number="11">хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан паллӑ кӑтартма ыйт: е ҫӗр тӗпӗнчине, е ҫӳлтине кӑтартма ыйт, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ахаз: ыйтмастӑп, Ҫӳлхуҫана сӑнамастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара Исаия каланӑ: эй Давид килӗ, итлӗр-ха! ҫынсене чӑрмантарни сахал-им сирӗншӗн, сирӗн тата манӑн Туррӑма та чӑрмантарас килет-им?</verse>
				<verse number="14">Сире Турӑ Хӑй хӑват палли кӑтартӗ: акӑ Хӗр, йывӑр ҫын пулса, Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вӗрениччен Вӑл сӗтпе те пылпа тӑранса пурӑнӗ.</verse>
				<verse number="16">Анчах та ҫавӑ Ача усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вӗрениччен вара сана сехӗрлентерсе тӑракан икӗ патшанӑн ҫӗрне тустарса-ҫаратса тухӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Анчах та Ҫӳлхуҫа сан тӗле, санӑн халӑхун тӗлне, санӑн аҫун килӗ тӗлне Ефрем Иудӑран уйрӑлса кайнӑранпа та курман-пулман кун ҫитерӗ, сирӗн ҫине Ассири патшине ярӗ.</verse>
				<verse number="18">Акӑ мӗнле пулӗ ҫавӑ кун: Египет шывӗ вӑрринчи ӳпрене тата Ассири ҫӗрӗнчи вӗлле хуртне Ҫӳлхуҫа паллӑ парӗ те —</verse>
				<verse number="19">вӗсем пурте вӗҫсе килӗҫ, пушанса юлнӑ улӑхсене, чуллӑ сӑрт-ту хушшисене, мӗнпур йӗплӗ тӗме, мӗнпур йывӑҫа кӑшӑл сырса илӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа юханшыв леш енче тара тытнӑ ҫӗҫӗпе — Ассири патшипе — пуҫа тата ура ҫинчи ҫӑма хырса ярӗ, сухала та касса пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="21">Ӗнтӗ ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: хӑшӗ те хӑшӗ ӗне тата икӗ сурӑх тытать,</verse>
				<verse number="22">ҫавӑ, сӗчӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑран, хӑйма ҫисе пурӑнӗ; ҫак ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем вара хӑймапа та пылпа тӑранса пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: пин кӗмӗллӗх пин иҫӗм аврийӗ ӳснӗ кирек хӑш вырӑнта та кӳкенпе йӗплӗ тӗмӗ ӳсӗ.</verse>
				<verse number="24">Унта ҫӗмренпе те ухӑпа ҫеҫ ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗре талккӑшӗпех кӳкенпе йӗплӗ тӗм пусса илӗ.</verse>
				<verse number="25">Унччен катмакпах тасатса тухнӑ тусем ҫине пӗр тӑвӗ ҫине те каяймастӑн — кӳкенпе йӗплӗ тӗмрен хӑрамалла: унта вӑкӑрсене хӑваласа кӑларӗҫ, унта вак выльӑх-чӗрлӗх таптаса ҫӳрӗ, тенӗ Исаия.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: пысӑк хӑма ил те ун ҫине каскӑчпа касса этем ӑнланмалла ҫырупа: Магер-шалал-хаш-баз тесе ҫырса хур, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Вара эпӗ шанчӑклӑ кӳнтеленсем пулма Урия священника тата Захарийӑна — Варахия ывӑлне — суйласа илтӗм.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ арӑмӑмпа хутшӑнтӑм, ӗнтӗ вӑл йывӑрланчӗ, ывӑл ҫуратса пачӗ. Ҫӳлхуҫа мана: ӑна Магер-шалал-хаш-баз тесе ят хур;</verse>
				<verse number="4">ача: «атте», «анне» тесе калама вӗрениччен Дамаск пурлӑхӗпе Самари тупӑшне Ассири патши умӗнчен ҫӗклесе пырӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа мана тата каларӗ, акӑ мӗн терӗ:</verse>
				<verse number="6">ҫак халӑх лӑпкӑ юхакан Силоам шывне хисепе хуманшӑн, Рецина тата Ремалия ывӑлне хапӑл тунӑшӑн</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа ун ҫине кӗрлевлӗ кӑра шыв — мухтавлӑ Ассири патшине — кӗртсе ярӗ; шывӗ пур юппине те капланса тулӗ, пӗтӗм ҫыранӗнчен тухса ейӳленӗ;</verse>
				<verse number="8">Иудея тӑрӑх сарӑлӗ, ӑна путарӗ, хӑпарса кайса мӑй таран тулӗ; ейӳленсе, Санӑн ҫӗрӳ хӗрринех ҫитӗ вӑл, Еммануил!</verse>
				<verse number="9">Пӗлӗр ҫакна, халӑхсем, анчах чӗтресех тӑрӑр, аякри ҫӗрсем, пурте тӑнлӑр! Вӑрҫа хатӗрленӗр, анчах чӗтресех тӑрӑр; вӑрҫа хатӗрленӗр, анчах чӗтресех тӑрӑр!</verse>
				<verse number="10">Кавар каварлӑр — арканӗ вӑл; сӑмах татса хурӑр — путланӗ вӑл, мӗншӗн тесессӗн пирӗнпе — Турӑ!</verse>
				<verse number="11">Ҫирӗп аллине ман ҫинче тытса, мана ҫак халӑхӑн ҫулӗнчен пӑрӑнма вӗрентсе, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ:</verse>
				<verse number="12">ҫак халӑх кавар тесе шутланине нихӑшне те кавар тесе ан калӑр; вӑл мӗнрен хӑранинчен ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр.</verse>
				<verse number="13">Саваоф Ҫӳлхуҫана таса чунпа хисеплӗр, Унран хӑрӑр, Унран чӗтресе тӑрӑр!</verse>
				<verse number="14">Вӑл Израилӗн икӗ килӗшӗн те Сӑвапли пулӗ, такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ, Иерусалимра пурӑнакансемшӗн вара мӑйкӑчпа таната пулӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем чылайӑшӗ такӑнса ӳкӗҫ, аманӗҫ, танатара чӑлханӗҫ, вара вӗсене ярса тытӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Ҫакна, ҫапла уҫса панине манӑн вӗренекенӗмсем умӗнчех ҫыхса пичет пусса хур, терӗ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вара Хӑйӗн сӑнне Иаков килӗнчен хупланӑ Ҫӳлхуҫана ӗненетӗп, Ӑна шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="18">Акӑ эпӗ, акӑ мана Ҫӳлхуҫа панӑ ачамсем, эпир Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Саваоф Ҫӳлхуҫа Израильре мӗн пулассине пӗлтерекен паллӑсем вырӑнне пулӑпӑр.</verse>
				<verse number="19">Сире: «вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансемпе асамҫӑсем патне, пӑшӑлтатакансемпе мӑкӑртатакансем патне кайӑр» тесессӗн, эсир ҫапла хуравлӑр: халӑхӑн хӑйӗн Турри патне каймалла мар-и? чӗррисем пирки вилнисенчен ыйтмалла-и вара?</verse>
				<verse number="20">Кирлине саккунра тата мӗн пуласса пӗлтерсе уҫса панӑ сӑмахра шырӑр. Вӗсем ҫак сӑмах вӗрентнӗ пек каламаҫҫӗ пулсассӑн, апла вӗсенче ҫутӑ ҫук.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем ӗнтӗ — хӑрушӑ пусмӑра лекнӗскерсем, выҫӑхса ҫитнӗскерсем — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ; выҫӑпа касӑлнӑскерсем тарӑхӗҫ, хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине хурлӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлелле пӑхӗҫ, ҫӗр ҫинелле пӑхкалӗҫ; акӑ ӗнтӗ — хуйхӑ та сӗмлӗх, сӗм тӗттӗм, вӗсене ӗнтӗ сӗмлӗхе пӑрахӗҫ. Анчах халӗ ҫӑра сӗмлӗх тӑракан вырӑнта яланах тӗттӗм пулмӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Унчченхи вӑхӑт Завулон ҫӗрне, Неффалим ҫӗрне кӗҫӗнлетсе тӑчӗ; ҫитес вӑхӑт вара тинӗс ҫулне, Иордан леш енчи ҫӗршыва, суя тӗнлӗ Галилея ҫӗрне асла кӑларӗ.</verse>
				<verse number="2">Сӗмлӗхре ҫӳрекен халӑх аслӑ ҫутӑ курӗ; вилӗм ӗмӗлки ҫӗршывӗнче пурӑнакансене ҫутӑ ҫутатӗ.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ халӑх йышне нумайлатӑн, унӑн телейне ӳстерӗн. Вырма вӑхӑтӗнче савӑннӑ пек, тупӑш валеҫнӗ чухне хӗпӗртенӗ пек, вӑл Санӑн умӑнта савӑнса тӑрӗ:</verse>
				<verse number="4">Эсӗ, Мадиан кунӗнчи пек, ӑна пусса тӑнӑ сӳсмене, ӑна тӗп туса тӑнӑ туяна, ӑна пусмӑрланӑ пусмӑрҫӑн патаккине ҫапса салатӑн.</verse>
				<verse number="5">Ҫар ҫыннийӗн вӑрҫӑра вараланнӑ аттине, юнпа пӗвеннӗ тумтирне ҫунтарма пӑрахӗҫ, вут-ҫулӑм апачӗ тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Мӗншӗн тесессӗн пирӗншӗн Ача ҫуралнӑ — пире Ывӑл панӑ; Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче — патшалӑх; Ӑна ҫапла ят хурӗҫ: Тӗлӗнтерекен, Канашҫӑ, Хӑватлӑ Турӑ, Ӗмӗрлӗх Ашшӗ, Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ.</verse>
				<verse number="7">Давидӑн аслӑ пуканне, унӑн патшалӑхне паян кунран пуҫласа ӗмӗрлӗхе тӳрӗ сутпа, тӗрӗслӗхпе тӗреклӗлетмешкӗн, ҫирӗплетмешкӗн Унӑн хӑватлӑхӗн, Унӑн тӑнӑҫлӑхӗн чикки те пулас ҫук. Саваоф Ҫӳлхуҫа тимлени, тӑрӑшни тӑвать ҫакна.</verse>
				<verse number="8">Пӗтӗм халӑх пӗлтӗр тесе, Ефрем тата Самари ҫыннисем пӗлччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Иакова хирӗҫ калать, сӑмахӗ Израиль ҫине анать; ҫав халӑхсем мӑнаҫлӑн, мухтанса калаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="9"></verse>
				<verse number="10">«кирпӗчсем тухса ӳкнӗ-и — якатнӑ чулран тӑвӑпӑр, сикомор йывӑҫне касса тӑкнӑ-и — вӗсене кедрпа ылмаштарӑпӑр».</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа вӗсене хирӗҫ Рецин тӑшманӗсене ҫӗклӗ, унӑн тӑшманӗсене вӑрҫӑ кӑралӗпе тивӗҫтерӗ:</verse>
				<verse number="12">тухӑҫран Сири халӑхне, анӑҫран Филисти халӑхне ҫӗклӗ, Израиле вӗсем ҫӑвар туллин ҫийӗҫ. Унӑн ҫилли пӗрех иртсе каймӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрать.</verse>
				<verse number="13">Анчах халӑх хӑйне Хӗнекен енне ҫаврӑнмасть, Саваофран пулӑшу ыйтмасть.</verse>
				<verse number="14">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израилӗн пуҫӗпе хӳрине, пальмӑпа хӑмӑша пӗр кун хушшинчех касса пӑрахӗ:</verse>
				<verse number="15">ватӑ ҫын, чаплӑ ҫын вӑл — пуҫӗ; суя пророк — хӳрийӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫак халӑха ҫулпуҫӗсем улталаса аташтарӗҫ, вӗсем ертсе ҫӳренисем тӗп пулӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа вӗсен яш ачисене те хапӑлламӗ, тӑлӑх ачисемпе тӑлӑх арӑмӗсене те хӗрхенмӗ: вӗсем пурте — икӗ питлӗ, усал, вӗсем пурте ултавлӑ калаҫаҫҫӗ. Унӑн ҫилли пӗрех иртсе каймӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрать.</verse>
				<verse number="18">Ӗнтӗ усал ӗҫ вут-ҫулӑм пекех — кӳкенпе йӗплӗ тӗме хыпса илнӗ, тӗтӗм мӑкӑрлантарса чӑтлӑх вӑрманта ялкӑшакан вут-ҫулӑм пекех — алхасать.</verse>
				<verse number="19">Саваоф Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ ҫӗре вӗтелӗ-ҫунтарӗ, халӑх вут-ҫулӑмӑн апачӗ пек пулӗ; этем хӑйӗн пӗртӑванне те хӗрхенмӗ.</verse>
				<verse number="20">Сылтӑм енчисене касӗҫ — пурпӗр тӑранаймӗҫ; сулахай енчисене ҫийӗҫ — тутӑ пулаймӗҫ; кашнийӗ хӑй вӑрлӑхӗн ӳтне ҫиме пуҫлӗ;</verse>
				<verse number="21">Манассия — Ефрема, Ефремӗ Манассияна ҫийӗ, иккӗшӗ пӗрле Иудӑна ҫийӗҫ. Унӑн ҫилли пӗрех иртсе каймӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Чухӑнсене тӳрӗ сутран пӑрса ямашкӑн, Ман халӑхӑм хушшинчи мӗскӗнсен ирӗклӗхне-тивӗҫлӗхне туртса илмешкӗн, тӑлӑх арӑмсене хӑйсен тупӑшӗ тумашкӑн, тӑлӑх ачасене ҫаратмашкӑн тӗрӗс мар саккун йышӑнакансене, хаяр йӗрке ҫыракансене хуйхӑ ҫитӗ.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Килсе пӑхас кун ҫитсессӗн, пӗтмелли самант аякран килсессӗн мӗн тӑвӑр-ши эсир? Пулӑшу ыйтма кам патне кайӑр-ши? Мулӑра ӑҫта хӑварӑр-ши?</verse>
				<verse number="4">Вӗсем Мансӑр касмӑкрисем хушшинче асапланӗҫ, вилнисем хушшине тӑкӑнӗҫ. Унӑн ҫилли пӗрех иртсе каймӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрать.</verse>
				<verse number="5">Ассура хуйхӑ ҫитӗ! Ман ҫиллӗмӗн туйи эсӗ! Санӑн аллӑнта — Ман ылханӑмӑн чукмарӗ!</verse>
				<verse number="6">Эпӗ ӑна йӗркесӗр халӑха хирӗҫ, ҫиллӗм ӳкнӗ халӑха хирӗҫ ярӑп — ҫаратмаллипех ҫаратма, тупӑш тупма, ӑна урамри пылчӑк пек таптама хушса ярӑп.</verse>
				<verse number="7">Анчах Ассур апла шухӑшламӗ, чӗри те апла ҫеҫ ӗмӗтленмӗ; ун чӗринче пӗр ҫакӑ — халӑхсене тустарасси те аркатасси.</verse>
				<verse number="8">Вӑл акӑ мӗнле калӗ: «манӑн улпутӑмсем пурте патша мар-и-ха?</verse>
				<verse number="9">Халне вӑл Кархемиспа пӗр мар-им? Емаф вӑл Арпадпа пӗр мар-им? Самари вӑл Дамаскпа пӗр мар-им?</verse>
				<verse number="10">Манӑн аллӑм йӗрӗхсен патшалӑхӗсене ярса илчӗ, пуҫҫапмалли кӗлеткесем унта Иерусалимра, Самарире пулнинчен те ытларахчӗ,</verse>
				<verse number="11">апла Самарипе унӑн йӗрӗхӗсене мӗн турӑм, Иерусалимпа унӑн йӗрӗхӗсене те ҫаплах тумастӑп-им?» тейӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра вӗҫлесен вара ҫапла пулӗ, калӗ Вӑл: Ассири патшийӗн мӑнаҫлӑ чӗри тунӑ ҫитӗнӳ ҫине, вӑл епле каҫӑрӑлса тӑни ҫине пӑхӑп.</verse>
				<verse number="13">Ассири патши ҫапла калать: «ҫакна эпӗ хам аллӑмӑн хӑвачӗпе, хамӑн тӑнӑмпа турӑм, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑслӑ: эпӗ халӑхсен чиккисене куҫаратӑп, вӗсен хаклӑ мулне ҫарататӑп, улӑп пек, патшасене сирпӗтетӗп;</verse>
				<verse number="14">манӑн аллӑм халӑхсен пурлӑхне йӑвасене ярса илнӗ пек ярса илчӗ; йӑвара хӑварнӑ ҫӑмартасене мӗнле пуҫтараҫҫӗ, пӗтӗм ҫӗре эпӗ ҫапла туртса илтӗм, никам та ҫунаттине хускатаймарӗ, ҫӑварне уҫмарӗ, сас та памарӗ».</verse>
				<verse number="15">Пуртӑ ӗнтӗ пуртӑпа касакан умӗнче мухтанӗ-и? Пӑчкӑ ӗнтӗ пӑчкӑпа татакан умӗнче мӑнаҫланӗ-и? Туя хӑйне ҫӗклекене хирӗҫ тӑраять-и? Патак хӑйне тытса тӑраканӗн аллине хускатаять-и?</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫавӑншӑн самӑррисем ҫине нишлӗх ярӗ, унӑн чаплӑ ҫыннисем хушшинче, вут ҫулӑмӗ пек, ҫулӑм тивертсе ярӗ.</verse>
				<verse number="17">Израиль Ҫутийӗ вут-кӑвар пулӗ, унӑн Святойӗ ҫулӑм пулӗ — унӑн йӗплӗ тӗмӗпе ҫумкурӑкне пӗр кун хушшинчех ҫунтарса-ҫӑтса ярӗ;</verse>
				<verse number="18">унӑн мухтавлӑ вӑрманӗпе йывӑҫ пахчине ӳте, пурӑнӑҫа пӗтернӗ пек пӗтерӗ; вара вӑл хӑрса кайса вилекен пекех пулӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑрманӗнчи йывӑҫсем сайра пӗрре тӑрса юлӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача та шутласа тухайӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: Израиль йӑлкӑмӗ тата Иаков килӗнчен ҫӑлӑнса юлнисем ӗнтӗ хӑйсене аркатса тӑкнӑскере шанма пӑрахӗҫ, вӗсем пӗтӗм таса чунран Ҫӳлхуҫана ҫеҫ, Израилӗн Святойне ҫеҫ, шанса тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Йӑлкӑм каялла таврӑнӗ, Иаков йӑлкӑмӗ хӑватлӑ Турӑ енне ҫаврӑнӗ.</verse>
				<verse number="22">Израиль, санӑн халӑху тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулсассӑн та, каялла йӑлкӑму ҫеҫ таврӑнӗ; пӗтме тивӗҫлине иксӗлми чӑнлӑхпа пӗтерме палӑртнӑ:</verse>
				<verse number="23">пӗтме палӑртнине Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗтерсе тухӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла калать: Сион ҫинче пурӑнакан халӑхӑм! Ассуртан ан хӑра. Вӑл сана туяпа амантӗ, Египет пек, сан ҫине патаккине ҫӗклӗ.</verse>
				<verse number="25">Тата кӑшт ҫеҫ, кӑшт кӑна юлчӗ — вара Манӑн ҫиллӗм иртсе кайӗ, Манӑн хаярлӑхӑм вӗсене пӗтерме ҫаврӑнӗ.</verse>
				<verse number="26">Вара, Орив чакӑл тӑвӗ патӗнче Мадиана пӗтернӗ пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа ун ҫине пушшине ҫӗклӗ е туйине — тинӗс ҫийӗн тӑснӑ пек, Египет ҫине ҫӗкленӗ пек — ҫӗклӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑ кун акӑ мӗнле пулӗ: унӑн йывӑр ҫӗклемӗ санӑн хулпуҫҫийӳ ҫинчен, унӑн сӳсменӗ санӑн мӑю ҫинчен хывӑнса ӳкӗ; самӑр ӳтрен сӳсмен хӑйпӑнса ӳкӗ.</verse>
				<verse number="28">Ассур ӗнтӗ Аиаф хули ҫине кайӗ, Мигронран иртӗ, сых ятне хатӗрленине Михмасра пуҫтарса хурӗ.</verse>
				<verse number="29">Ту хушшисемпе иртӗҫ; Гевӑра ҫӗр каҫӗҫ; Рама чӗтрет; Гива, Саул хули, тарса пытаннӑ.</verse>
				<verse number="30">Эй Галим хӗрӗ, кӑшкӑрсах макӑр: сана Лаис та, мӗскӗн Анафоф та илттӗр!</verse>
				<verse number="31">Мадмена ҫыннисем тарса пытаннӑ, Гевим халӑхӗ тухса кайма васкать.</verse>
				<verse number="32">Вӑл тата пӗр кун Нов хулинче тӑрӗ. Аллипе Сион тӑвне, Иерусалим сӑртне хӑратса юнӗ.</verse>
				<verse number="33">Акӑ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, йывӑҫ тураттисене хӑрушла вӑйпа татса ывӑтать — ҫӳллӗшӗпе мухтанакансене касса пӑрахӗҫ, ҫӳллисене ҫӗре йӑвантарӗҫ.</verse>
				<verse number="34">Вӑрман чӑтлӑхне тимӗрпе вакласа тухӗ, Пурне те Пултаракан ҫапла Ливана пӗтерӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Вара Иессей тымарӗнчен хунав тухӗ, унӑн тымарӗнчен турат ӳссе ҫитӗнӗ.</verse>
				<verse number="2">Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ;</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫана хисеплесси Унӑн савӑнӑҫӗ пулӗ, Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе.</verse>
				<verse number="4">Мӗскӗнсене Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ, ҫӗр ҫинче асапланакансен ӗҫӗсене тӗрӗс татса парӗ; ҫӗре Хӑй сӑмахӗн туйипеле пӗтерӗ, йӗркесӗр ҫынсене Хӑйӗн сӑмахӗпе вӗлерӗ.</verse>
				<verse number="5">Пилӗкне тӳрӗлӗх ҫыхӗ, пилӗкне Вӑл чӑнлӑх ҫыхӗ.</verse>
				<verse number="6">Ун чухне кашкӑр путекпе пӗрле пурӑнӗ, барс качака путеккипе пӗрле канса выртӗ; ӗнтӗ пӑру та, ҫамрӑк арӑслан та, вӑкӑр та пӗрле ҫӳрӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача кӗтсе ҫӳрӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӗне те упа амипе ҫисе ҫӳрӗ, вӗсен пӑрӑвӗ-ҫурийӗсем пӗрле выртса канӗҫ; арӑслан, вӑкӑр пек, улӑм ҫийӗ.</verse>
				<verse number="8">Пӗчӗк ача аспид йӑви ҫинчех выляса ларӗ, аллине вӑл ҫӗлен йӑвинех чикӗ.</verse>
				<verse number="9">Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче усаллине те, сиенлине те тумӗҫ, мӗншӗн тесессӗн, шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: халӑхсемшӗн ялав пек пулакан Иессей тымарӗ патне суя тӗнлисем килӗҫ — вара ҫав вырӑн мухтавлӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Хӑй халӑхӗн йӑлкӑмне — Ассур патӗнче, Египетра, Патросра, Хус патӗнче, Елам патӗнче, Сеннаарта, Емафра тата тинӗс утравӗсем ҫинче тӑрса юлнисене — Хӑй патне тавӑрмашкӑн Ҫӳлхуҫа каллех аллине тӑсӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара суя тӗнлисем валли ялав ҫӗклӗ, ҫӗрӗн тӑватӑ хӗрринчен Израилӗн хӑваласа янӑ ҫыннисене пуҫтарӗ, сапаласа янӑ иудейсене чӗнсе илӗ.</verse>
				<verse number="13">Ефрем кӗвӗҫме пӑрахӗ, Иудӑна хирӗҫ тӑракансене пӗтерӗҫ. Ефрем текех Иудӑна ӑмсанмӗ, Иуда та Ефрема хӗсӗрлемӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара анӑҫ енне филистимсен хулпуҫҫийӗ ҫине вӗҫсе анӗҫ, тухӑҫ ачисене пурне те ҫаратса тухӗҫ; Эдом ҫине, Моав ҫине алӑ хурӗҫ, Аммон ачисем вӗсене пӑхӑнса тӑракан пулӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Египет тинӗсне, ҫав тинӗс аврине, типӗтсе ярӗ, ҫавраҫил вӗртерсе, аллине юханшыв ҫине тӑсӗ те ӑна ҫичӗ юппа пайласа ярӗ, ҫапла вара ун урлӑ ура сыррипех каҫма пулӗ.</verse>
				<verse number="16">Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухне, Израильшӗн ҫул уҫӑлнӑ евӗр, Унӑн Ассур патӗнче юлнӑ йӑлкӑмӗшӗн те аслӑ ҫул уҫӑлӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫавӑ кун калӑн эсӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, мухтатӑп Сана! Эсӗ мана ҫиллентӗн, анчах ҫиллӳне сиртӗн те — мана лӑплантартӑн.</verse>
				<verse number="2">Акӑ Турӑ — манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: Ӑна шанатӑп та — хӑрамастӑп; Ҫӳлхуҫа — манӑн вӑй-хӑватӑм, юрласса та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп — Вӑл маншӑн ҫӑлӑнӑҫ пулчӗ.</verse>
				<verse number="3">Ун чухне савӑнса ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗсенчен шыв ӑсатӑр,</verse>
				<verse number="4">ҫавӑ кун калатӑр вара: Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр; Унӑн ӗҫӗсене халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр; Унӑн ячӗ аслӑ ят пулнине астутарсах тӑрӑр;</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр: Вӑл виҫесӗр аслӑ ӗҫ тунӑ, — ҫакна пӗтӗм ҫӗр пӗлсе тӑтӑр.</verse>
				<verse number="6">Эй Сион халӑхӗ, савӑн та хӗпӗрте: сирӗн хушшӑрта Израиль Святойӗ аслӑран та аслӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Вавилонпа мӗн пуласси ҫинчен Амос ывӑлӗ Исаия пророкла каласа пӗлтерни.</verse>
				<verse number="2">Уҫӑ сӑрт ҫинче ялав ҫӗклӗр, сассӑра вӑйлатӑр; вӗсене алӑпа сулӑр — мӑнаҫлисенӗн хапхи енне утчӑр.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ Хам суйласа илнӗскерсене хушрӑм, Хамӑн ҫиллӗме пурӑнӑҫламашкӑн чи паттӑррисене, Эпӗ мӗн хушнине савӑнсах тӑвакансене, чӗнсе илтӗм.</verse>
				<verse number="4">Тусем ҫинче — шӑв-шав: йышлӑ халӑх шавланӑ пекех, пӗрле пухӑннӑ патшалӑхсен, пӗрле пухӑннӑ халӑхсен пӑлхавлӑ шавӗ: Саваоф Ҫӳлхуҫа вӑрҫа хатӗр ҫарсене тӗрӗслет.</verse>
				<verse number="5">Пӗтӗм ҫӗре аркатмашкӑн Ҫӳлхуҫапа Ун ҫиллийӗн кӑралӗ инҫетри ҫӗршывран, тӗнче хӗрринченех, килеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Кӑшкӑрсах йӗрӗр — Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхрах, Пурне те Пултараканӑн аркатакан хӑвачӗ пекех килет вӑл.</verse>
				<verse number="7">Ҫавна пула пурин те алли усӑннӑ, кашни этемӗн чӗри ирӗлсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Сехӗрленсе ӳкрӗҫ, шӑнӑр туртнипе, ыратнипе хутланса ларчӗҫ; ҫуратакан арӑм пекех асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑрать.</verse>
				<verse number="9">Акӑ ҫӗртен пушхир тумашкӑн, ун ҫинчен ҫылӑхлӑ ҫыннисене пӗтермешкӗн хаяр та вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫиллипе Ҫӳлхуҫанӑн хӑрушӑ кунӗ килет.</verse>
				<verse number="10">Тӳпери ҫӑлтӑрсемпе ҫутӑсем текех ҫутатмаҫҫӗ; хӗвел те тухнӑ чухнех тӗттӗмленет, уйӑх та хӑйӗн ҫутипе ялкӑшмасть.</verse>
				<verse number="11">Тӗнчене Эпӗ усаллӑхӗшӗн, ҫылӑхлисене йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн хаса парӑп, мӑнкӑмӑллисем ӑсчахланнине, хӗсӗрлекенсем мӑнаҫланнине чарса лартӑп;</verse>
				<verse number="12">ҫынсене таса ылтӑнран та хаклӑрах, арсене Офир ылтӑнӗнчен те хаклӑрах пулмалла тӑвӑп.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпах ӗнтӗ тӳпене тытса силлӗп, вара Саваоф Ҫӳлхуҫа хаярлӑхне пула Унӑн ҫунса тӑракан ҫилли ҫитнӗ кун ҫӗр хӑйӗн вырӑнӗнчен хускалӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара кирек кам та, шуйханнӑ ту качаки пек, пӑрахса хӑварнӑ сурӑхсем пек, хӑй халӑхӗ енне ҫаврӑнӗ, кирек кам та хӑйӗн ҫӗрне чупса кайӗ.</verse>
				<verse number="15">Анчах кама тытӗҫ — ҫавна чиксе пӑрахӗҫ, кама ярса илӗҫ — ҫавна хӗҫ айне тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Кӑкӑр ачисене вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫапса салатӗҫ; килӗ-ҫурчӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ, вӗсен арӑмӗсене мӑшкӑлласа пусмӑрлӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Акӑ вӗсене хирӗҫ Эпӗ Миди ҫыннисене ҫӗклӗп, вӗсем кӗмӗле хакламаҫҫӗ, ылтӑншӑн хыпса ҫунмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсен уххисем ҫамрӑксене пӗтерӗҫ, варти тӗвве те шеллесе тӑмӗҫ: вӗсен куҫӗ ача-пӑчана та хӗрхенмӗ.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Вавилона — патшалӑхсен илемне, халдейсен мӑнаҫлӑхне — Содомпа Гоморрӑна пӗтернӗ пек пӗтерӗ,</verse>
				<verse number="20">унта нихӑҫан та пурӑнма вырӑнаҫмӗҫ, йӑхран йӑхах пурӑнакан пулмӗ унта; Арави ҫынни унта хӑйӗн чатӑрне караймӗ, кӗтӳҫӗсем те унта хӑйсен кӗтӗвӗпе канаймӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Пушхир кайӑкӗсем ҫеҫ пурӑнӗҫ унта, ҫурчӗсене ӳхӗ-тӑмана сӑрӑнӗ; страуссем пырса иленӗҫ унта, ҫӑмламассисем сиккелесе ҫӳрӗҫ унта.</verse>
				<verse number="22">Вӗсен керменӗсенче шакалсем, пашнисенче гиенӑсем ӳлӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Унӑн вӑхӑчӗ ҫывӑх, унӑн кунӗсем вӑрах кӗттермӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иакова хӗрхенӗ, Израиле каллех кӑмӑл курӗ; вӗсене хӑйсен ҫӗрнех вырӑнаҫтарӗ, вара ют ҫӗр ҫыннисем вӗсемпе пӗрлешӗҫ, Иаков килӗ ҫумне ҫыпӑҫӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Халӑхсем вӗсене хӑйсем пурӑннӑ вырӑна каялла илсе килӗҫ, Израиль килӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗ ҫинче хӑй валли арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем тӑвӗ, хӑйне тыткӑна илсе кайнисенех тыткӑна илӗ, хӑйне хӗсӗрлесе пурӑннийӗсен хуҫи пулса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Ҫӳлхуҫа хӑвна хӗн-асапран, сехӗрленӳрен, йывӑр чуралӑхран хӑтарсассӑн,</verse>
				<verse number="4">эсӗ Вавилон патши парӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ юрри юрласа ҫапла калӑн: асаплантараканни пӗтрӗ те — вӑрӑ-хурах тӑвасси те пӗтрӗ!</verse>
				<verse number="5">Халӑхсене хаяррӑн, тарса хӑтӑлмалла мар асаплантарнӑ, йӑх-ӑрусене кӑра ҫилӗпе хӗсӗрлесе тытса тӑнӑ йӗркесӗр ҫынсен патаккисене, патшасен туйисене Ҫӳлхуҫа тӗппипе аркатрӗ.</verse>
				<verse number="6"></verse>
				<verse number="7">Пӗтӗм ҫӗр канать, канӑҫланать, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илет;</verse>
				<verse number="8">кипариссем те эсӗ пӗтнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ, Ливан кедрӗсем те: «эсӗ ҫывӑрса кайрӑн та, халь пире никам та касмасть» тесе савӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Саншӑн, сана кӗтсе илмешкӗн ҫӗр тӗпӗнчи тамӑк та хускалчӗ; саншӑнах рефаимсене, ҫӗрӗн мӗнпур ҫулпуҫне вӑратрӗ; суя тӗнлӗ халӑхсен мӗнпур патшине аслӑ пуканӗсем ҫинчен тӑратрӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем ӗнтӗ ҫапла калӗҫ сана: эсӗ те пирӗн пекех халсӑрлантӑн! эсӗ те пирешкелех пулса кайрӑн!</verse>
				<verse number="11">Санӑн мӑнаҫлӑхна пӗтӗм шӑв-шавупа пӗрле ҫӗр тӗпне пӑрахнӑ; сан выртан вырӑну айӗнче — хурт, санӑн вителӗкӳ те — хурт.</verse>
				<verse number="12">Шуҫӑм ывӑлӗ, шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, тӳперен епле ӳкнӗ эсӗ! халӑхсене таптаса тӑнӑскерӗ, ҫӗре ӳксе ҫапӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Хӑвӑн ӑшӑнта ӗмӗтленеттӗн: «тӳпене улӑхӑп, хамӑн аслӑ пуканӑма Турӑ ҫӑлтӑрӗсенчен те ҫӳлерех лартса хурӑп, ҫурҫӗр хӗрринче, ту ҫинче, йышлӑ турӑ хушшине эпӗ ларӑп;</verse>
				<verse number="14">пӗлӗтсен ҫӳллӗшне улӑхӑп, Ҫӳлти Турӑ пекех пулӑп» тееттӗн.</verse>
				<verse number="15">Анчах сана тамӑка, тӗпсӗр ҫӗр шӑтӑкнех, пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="16">Сана куракансем сана тӗсесех пӑхаҫҫӗ, сан ҫинчен ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: «ҫӗре чӗтретнӗ, патшалӑхсене кисретнӗ, тӗнчене пушхире кӑларнӑ, унӑн хулисене аркатнӑ, тыткӑнри ҫыннисене киле яман этем ҫакӑ-ши вӑл?» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18">Халӑхсен патшисене пурне те хисеплӗн пытарнӑ, кирек хӑшӗ те хӑйӗн тупӑклӑхӗнче выртать;</verse>
				<verse number="19">эсӗ вара тупӑклӑху тулашӗнче юрӑхсӑр турат пек, хӗҫпе касса пӑрахнӑ ҫыннӑн тумтирӗ пек выртатӑн, эсӗ ӗнтӗ — ура айӗнчи виле — хисеплӗн чул тупӑклӑха пытарнӑскерсемпе пӗрле пулаймӑн,</verse>
				<verse number="20">вӗсемпе ҫӑва ҫинче пӗрлешеймӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвӑн ҫӗрне тӗп тунӑ, хӑвӑн халӑхна вӗлернӗ: усал ҫынсен вӑрлӑхӗ ӗмӗрӗпех асра пулмӗ.</verse>
				<verse number="21">Ашшӗн усал ӗҫӗсемшӗн унӑн ывӑлӗсене вӗлерме хатӗрленӗр — ан ҫӗкленейччӗр вӗсем, ҫӗре ҫавӑрса ан илччӗр, тӗнчене хӑйсен хулисене лартса ан тултарччӑр.</verse>
				<verse number="22">Акӑ вӗсем ҫине ҫӗкленӗп те, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Вавилон ятне те, йӑлкӑмне те — ывӑлӗпе мӑнукне те — тӗп тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="23">Ӑна чӗрӗпсен ҫӗрӗ тӑвӑп, шурлӑх тӑвӑп, ӑна тӗппипех пӗтерекен шӑпӑрпа шӑлса ывӑтӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="24">Саваоф Ҫӳлхуҫа тупа тусах калать: Ассура Хамӑн ҫӗрӗм ҫинче ҫапса салатас тесе, ӑна Хамӑн тӑвӑм ҫинче таптаса тӑкас тесе Эпӗ мӗнле шутланӑ — ҫаплах пулӗ; Эпӗ мӗнле палӑртнӑ — ҫаплах килсе тухӗ; унӑн сӳсменӗ Израиль ҫинчен хывӑнӗ, вӗсен хулпуҫҫийӗ ҫинчен унӑн йывӑрлӑхӗ сирӗлӗ.</verse>
				<verse number="25"></verse>
				<verse number="26">Пӗтӗм ҫӗр пирки ҫапла палӑртса хунӑ, акӑ пур халӑхсем ҫине тӑсса хунӑ алӑ:</verse>
				<verse number="27">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла палӑртса хунӑ — ӑна кам пӑрахӑҫлама пултарӗ? аллине тӑсса тӑрать Вӑл — ӑна кам сирсе ярӗ?</verse>
				<verse number="28">Ахаз патша вилнӗ ҫулхине ҫапла пророкла каланӑ сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="29">хӑвна пӗтерсех тӑнӑ туя хуҫӑлнӑшӑн, Филисти ҫӗрӗ, ан хӗпӗрте: ҫӗлен тымарӗнчен аспид тухӗ, аспид ӑшӗнчен вӗҫекен аҫтаха тухӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑн чухне сӗм чухӑна та тӑрантарӗҫ, кӗлмӗҫсем шанчӑклӑ ҫӗрте канлӗ тӑрӗҫ; санӑн тымарна вара выҫӑпа антӑхтарӑп, вӑл санӑн йӑлкӑмна тӗп тӑвӗ.</verse>
				<verse number="31">Эй хапхасем, ӗсӗклесех макӑрӑр! эй хула, кӑшкӑрсах ӳле! Эй Филисти ҫӗрӗ, эсӗ пӗтӗмпех сапаланса кайӑн: ҫурҫӗртен тӗтӗм килет, вӗсен эшкерӗнче юлса пыраканнийӗ ҫук.</verse>
				<verse number="32">Ӗнтӗ халӑх хыпарҫийӗсем мӗн калӗҫ? Вӗсем Ҫӳлхуҫа Сиона тӗреклӗлетнине, унта Ун халӑхӗ хушшинчи мӗскӗнсем те хӳтлӗх тупассине пӗлтерӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Моавпа мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Ҫапла! Ар-Моава ҫӗрле тустарса тухӗҫ, тӗппипе аркатса тӑкӗҫ; ҫапла! Кир-Моава ҫӗрле тустарса тухӗҫ, тӗппипе аркатса тӑкӗҫ!</verse>
				<verse number="2">Татӑлса йӗмешкӗн Дивон ҫыннисем тӳпем вырӑнсене хӑпарӗҫ; Моав ӗнтӗ Невошӑн, Медевӑшӑн хурланса йӗрет; вӗсем пурте ҫӳҫне касса янӑ, пурте сухалне хыртарнӑ.</verse>
				<verse number="3">Урамӗсенче хуйхӑ тумӗпе ҫӳреҫҫӗ; ҫурт тӑррисенче, халӑх пухӑнакан вырӑнсенче пурте йӗреҫҫӗ, ӗсӗклеҫҫӗ, пурте куҫҫуль айӗнче.</verse>
				<verse number="4">Есевон та, Елеала та кӑшкӑрсах макӑрать: вӗсен сассийӗ Иааца таранах илтӗнет; ӗнтӗ Моавӑн ҫар ҫыннийӗсем те йӗреҫҫӗ; чӗтрет унӑн чунӗ.</verse>
				<verse number="5">Манӑн чӗрем Моавшӑн ӗсӗклет; ун ҫӗрӗнчен Сигор патне, виҫҫӗмӗш Эгла патне ҫитиех тараҫҫӗ; Лухит ҫине йӗрсе улӑхаҫҫӗ; Хоронаим ҫулӗпе пынӑ чух асар-писер кӑшкӑраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн тесессӗн Нимрим ҫӑлкуҫӗсем типсе ларнӑ, улӑхсем хӑрӑннӑ, курӑк ӗнсе кайнӑ, ешӗлӳсен курӑнмасть.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа юлашки пурлӑхне, мӗн упраса хӑварнине вӗсем Хӑва шывӗн леш енне куҫараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ пӗтӗм Моав ҫӗрӗнче кӑшкӑрса йӗни Эглаима ҫити, Беэр-Елима ҫити илтӗнсе тӑрать.</verse>
				<verse number="9">Димон шывӗсем юнпа тулнӑ, Эпӗ вара Димон ҫине ҫӗнӗ инкек — Моавран тарса ӳкнисем тӗлне, ҫак ҫӗршывра чӗрӗ юлнисем тӗлне арӑслан — ярӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Пушхирти Селӑран ҫӗрӗн хуҫине Сион хӗрӗн тӑвӗ ҫине путексем ярса парӑр;</verse>
				<verse number="2">ӗнтӗ Арнон кӗре каҫҫи хӗрринче Моав хӗрӗсем йӑвинчен кӑларса ывӑтнӑран аташса ҫӳрекен кайӑк евӗрлӗ пулӗҫ.</verse>
				<verse number="3">«Канаш пух, мӗн тумаллине палӑрт: кӑнтӑр варринче, ҫӗрлехи пек, хӑвӑн сулхӑнупа витсе тӑр пире, хӑваласа янисене хӳтӗле, шуйханса ҫӳрекенсене тытса кайма ан пар.</verse>
				<verse number="4">Хӑваласа янӑ ҫыннӑмсем, моавсем, сан патӑнта пурӑнччӑр; вӗсене вӑрӑ-хурах тапӑнасран хӳтӗле: пусмӑрлакан пулмӗ, ҫаратассийӗ пӗтӗ, хӗсӗрлекенсем ҫӗр ҫинчен ҫухалӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Хӗрхенӳллӗ пулсассӑн аслӑ пукан ҫирӗпленӗ, ун ҫинче, Давид чатӑрӗнче, чӑнлӑха шыракан, тӗрӗс сут тӑвакан тӳре ларӗ».</verse>
				<verse number="6">«Эпир Моав мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫинчен, виҫесӗр мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫинчен, илтнӗ, унӑн мӑнаҫлӑхӗ, каппайлӑхӗ, чарусӑр тискерлӗхӗ ҫинчен эпир илтнӗ: унӑн сӑмахӗ — каппайчӑк сӑмах».</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа Моав Моавшӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗ, ӗнтӗ пурте ӗсӗклӗҫ; Кир-Харесетри керемсемшӗн кулянӑр: вӗсене тӗппипе аркатнӑ.</verse>
				<verse number="8">Есевон хирӗсем, ҫавӑн пекех Севамри иҫӗм пахчисем те ҫаралчӗҫ; халӑхсен пуҫлӑхӗсем унти чи лайӑх хунавсене пӗтерчӗҫ, ҫав хунавсем Иазер патнех ҫитетчӗҫ, пушхир тӑрӑх сарӑлса пыратчӗҫ; хунавӗсем ӗрчевлӗччӗ, тинӗс леш еннех каҫатчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа та Севам сапакишӗн эпӗ те йӗрӗп, Иазер хӳхленӗ пекех татӑлса йӗрӗп; Есевон тата Елеала, сирӗншӗн эпӗ куҫҫуль юхтарӑп: ӗнтӗ иҫӗм ҫырли пуҫтарнӑ чухне, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче савӑнӑҫлӑ шӑв-шав илтӗнмест.</verse>
				<verse number="10">Тулӑх ҫӗр ҫинчен савӑнӑҫпа хаваслӑх ҫухалчӗ, иҫӗм пахчисенче юрламаҫҫӗ, хӗпӗртенмеҫҫӗ; иҫӗм ӳстерекенӗ юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптамасть: Эпӗ савӑнӑҫа чарса лартрӑм.</verse>
				<verse number="11">Ҫавна пула ӑшӑм-чиккӗм Моавшӑн кӗсле пек хурланса йӗрет, чӗрем Кир-Харесетшӗн йынӑшать.</verse>
				<verse number="12">Моав тӳпем вырӑнсене таврӑнса, унта мӗн ӗшениччен йӑлӑнсассӑн та, хӑйӗн туррисене кӗлтусассӑн та, нимӗн те пулӑшаймӗ.</verse>
				<verse number="13">Ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Моав ҫинчен авалах каланӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="14">Халӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр виҫӗ ҫултан, — ҫулӗсене тара кӗрӗшнӗ ҫын пек шутласассӑн, — Моавӑн аслӑлӑхӗ мӗнпур шутсӑр йышлӑ халӑхӗпе пӗрле намӑса тӑрса юлӗ, чӗрӗ юлнисем питӗ сахал пулӗҫ, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Дамаскпа мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Акӑ Дамаска хуласен шутӗнчен кӑлараҫҫӗ, вӑл ишӗлчӗк купи пулса юлать.</verse>
				<verse number="2">Ароер хулисене пӑрахса кайӗҫ — кӗтӳсем валли тӑрса юлӗҫ, вӗсем унта канӗҫ, вӗсене хӑратакан та пулмӗ.</verse>
				<verse number="3">Ефрем тӗрекӗ путланӗ, Дамаск текех пуҫ хула пулаймӗ, Сири халӑхӗнчен йӑлкӑмӗ ҫеҫ юлӗ, Израиль ывӑлӗсен мухтавне мӗн ҫитнӗ, вӗсене те ҫавӑ ҫитӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Иаковӑн мухтавӗ кӗҫӗне юлӗ, унӑн самӑр ӳчӗ ырханланӗ.</verse>
				<verse number="5">Выраканӗ тырра пухнӑ хыҫҫӑн, унӑн аллийӗ пучахсене вырса илнӗ хыҫҫӑн, Рефаим айлӑмӗнче пучахсене пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн мӗнле пулать — шӑп ҫавӑн пек пулӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пухнӑ чухне чи ҫӳлте икӗ-виҫӗ ҫырла юлнӑ пек е тулӑхлӑ турат ҫинче тӑваттӑ-пиллӗк юлнӑ пек тӑрса юлӗҫ вӗсем, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑ кун этем хӑйне Пултараканӗ енне ҫаврӑнӗ, унӑн куҫӗсем тимлесех Израиль Святойӗ енне пӑхма пуҫлӗҫ;</verse>
				<verse number="8">чӳк парнийӗн вырӑнӗсем ҫине, хӑй алли тунӑ ӗҫ ҫине, пӑхмӗҫ; хӑй пӳрнисем ӑсталанӑ Астартӑпа Ваал кӗлеткисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхмӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Аморрейсемпе гевитсем Израиль ывӑлӗсенчен тарнӑ чухне [хӑйсен хулисене] пӑрахса хӑварнӑ пек, ҫавӑ кун эсир хӑвӑр хулӑрсене пӑрахса хӑваратӑр, вара ҫав хуласене тустарса-ҫаратса тухӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлакан Турра мантӑн, хӑвна хӳтлӗх паракан чул хысакне аса илмерӗн; ҫавна пулах чӳк сачӗсем лартса ҫитӗнтертӗн, ют хунав лартса тултартӑн.</verse>
				<verse number="11">Хӑв акнӑ-лартнӑ кун мӗн лартнийӗ ӳстӗрччӗ, мӗн акнийӗ иртерех чечеке лартӑрччӗ тесе тӑрӑшрӑн; анчах пухса кӗртмелли кун ҫитсессӗн ҫимӗҫ купи мар, йывӑр хуйхӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Ах, ку — тӗрлӗ халӑхсен шӑв-шавӗ! шавлаҫҫӗ вӗсем, тинӗс пекех шавлаҫҫӗ. Ӑрусен кӗрлевӗ! кӗрлеҫҫӗ вӗсем, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Халӑхсем кӗрлеҫҫӗ, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ; анчах та Вӑл юнаса илчӗ те — вӗсем аякка тарчӗҫ, тусем ҫийӗн ҫил вӗҫтерекен тусан пек, ҫавраҫил хӑвалакан тусан пек пулӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Каҫ пулчӗ — ах, хӑрушӑ! ирччен вӑл ҫук та. Пире ҫаратакансенӗн ӑраскалӗ ку, пире аркатакансенӗн шӑпи ку.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Эфиопи юханшывӗсен леш енчи ҫӗре — ҫунатсен шавӗ илтӗнсе тӑракан ҫӗре, тинӗс тӑрӑх, юханшывсем тӑрӑх хӑмӑш кимӗсемпе элчӗсем яракан ҫӗре — хуйхӑ ҫитӗ! Эй вӑр-варрӑн ҫӳрекен элчӗсем, кайӑр тӗреклӗ те патвар халӑх патне, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑх патне, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑх патне кайӑр.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Эй эсир, тӗнчере вырӑнаҫса ҫӗр ҫинче пурӑнакансем! ту ҫинче ялав ҫӗкленсессӗн — лайӑх пӑхӑр, трупа сасси янӑраса кайсассӑн — лайӑх тӑнлӑр!</verse>
				<verse number="4">Мана Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ Хам пурӑнакан вырӑнтан, ҫумӑр хыҫҫӑн пулакан ӑшӑ ҫутӑ пек, ӗҫҫи шӑрӑхӗ вӑхӑтӗнчи сывлӑм пӗлӗчӗ пек, лӑпкӑн пӑхатӑп.</verse>
				<verse number="5">Иҫӗме пуҫтарма пуҫличчен, ҫеҫки тӑкӑнсассӑн, ҫупкӑмӗ пиҫме пуҫласассӑн, тураттисене Вӑл ҫӗҫӗпе каса-каса пӑрахӗ, хунавӗсене вакласа тӑкӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара мӗн пуррине ту ҫинчи ҫӑткӑн кайӑксем валли, хирти тискер чӗрчунсем валли пӑрахса хӑварӗҫ; унта кайӑк-кӗшӗк ҫу каҫӗ, унта хирти тискер чӗрчунсем хӗл каҫӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="7">Ун чухне тӗреклӗ те патвар халӑхран, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑхран, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑхран Саваоф Ҫӳлхуҫана Сион тӑвӗ ҫине, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен вырӑна, парне кӳрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Египетпа пуласси ҫинчен пророкла калани. — Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑмӑл пӗлӗт ҫине ларӗ те Египета ҫитӗ. Унӑн сӑнӗ умӗнче Египет йӗрӗхӗсем чӗтресе ӳкӗҫ, Египетӑн чӗри ирӗлсе кайӗ.</verse>
				<verse number="2">Египет ҫыннисене Эпӗ Египет ҫыннисемпех вӑрҫӑ вӑрҫтарӑп: вара тӑван тӑвана хирӗҫ, тус туса хирӗҫ, хулапа хула, патшалӑхпа патшалӑх ҫапӑҫӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Египет пӗтӗмпех хавшаса ҫитӗ, унӑн канашне аркатӑп, ӗнтӗ вӗсем йӗрӗхсемпе асамҫӑсенчен, вилнисене чӗнсе илекенсемпе юмӑҫсенчен пулӑшу ыйтӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Египет ҫыннийӗсене хаяр патша аллине ӳкерӗп, вара вӗсемпе тискер патша хуҫаланӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="5">Вара тинӗсре шыв пӗтсе ҫитӗ: юханшыв иксӗлсе типсе ларӗ;</verse>
				<verse number="6">ҫырмасенче шыв чакса пырӗ, Египетӑн чавса тунӑ шыв ҫулӗсем ӑшӑхланса типсе ларӗҫ; хӑмӑшпа чакан шанса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Юханшыв тӑрӑхӗнчи, ҫырансем ҫывӑхӗнчи хирсем, шыв хӗрринче мӗн акнӑ, ҫавӑ пӗтӗмпех типсе ларӗ, вӗҫсе саланӗ, ҫухалӗ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ пулӑҫӑсем йӗрсе ярӗҫ, юханшыва вӑлта пӑрахакансем ӗсӗклесе макӑрӗҫ, шывра тетел каракансем те аптӑрасах ӳкӗҫ;</verse>
				<verse number="9">йӗтӗн тыллакансем те, шурӑ пир тӗртекенсем те кулянӗҫ;</verse>
				<verse number="10">ҫип арлакансем шалтӑрах кайӗҫ, тара кӗрешнисем пурте вӑйран сулӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла! Цоан пуҫлӑхӗсем ӑсран тайӑлчӗҫ; фараон ҫумӗнчи ӑслӑ канашҫӑсен канашӗ юрӑхсӑра тухрӗ. Фараона эсир: «эпӗ ӑсчахсен ывӑлӗ, авалхи патшасен ывӑлӗ» тесе калайӑр-и?</verse>
				<verse number="12">Ӑҫта вӗсем? ӑҫта санӑн ӑсчахусем? халӗ калаччӑр вӗсем сана: Саваоф Ҫӳлхуҫа Египета мӗн кӑтартассине пӗлтерччӗр.</verse>
				<verse number="13">Цоан пуҫлӑхӗсем ӑсран тайӑлчӗҫ; Мемфис пуҫлӑхӗсем улталанчӗҫ, ӑру пуҫлӑхӗсем Египета ҫултан аташтарса ячӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Египет ӑшне Ҫӳлхуҫа ӳсӗртекенни янӑ — ӳсӗр этем хӑй хӑсӑкӗ ҫинче ҫапкаланса ҫӳренӗ пек, вӗсем те Египета унӑн мӗнпур ӗҫӗнче аташтарса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Египетра ӗнтӗ пуҫпа хӳре, пальмӑпа хӑмӑш тума пултаракан пӗр ӗҫ те пулмӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑ кун Египет ҫыннисем хӗрарӑм евӗр пулса кайӗҫ, Саваоф Ҫӳлхуҫа хӑйсем ҫине тӑснӑ аллине хускатнине курсассӑн чӗтресе тӑрӗҫ, сехӗрленсе ӳкӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Иуда ҫӗрӗ Египетшӑн сехре хӑппи пулӗ; ҫав ҫӗре аса илекенӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Египета мӗн кӑтартма палӑртнине курӗ те шуйхансах ӳкӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗнчи пилӗк хула Ханаан чӗлхипе калаҫма тытӑнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑвӗ; пӗр хулине хӗвел хулийӗ тейӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗн варринче Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн пулӗ, ун чикки ҫумӗнче вара Ҫӳлхуҫана аслӑласа лартнӑ палӑк пулӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑ палӑк Египет ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫана уяса тӑнине пӗлтерекен, астутарса тӑракан паллӑ пулӗ: хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана йӑлӑнӗҫ те, Вӑл вӗсене ҫӑлакан тата хӳтӗлекен ярса парӗ, вӗсене хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа вара Египетра Хӑйне кӑтартӗ; ҫавӑ кун Египет ҫыннисем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗҫ, парнесем кӳрӗҫ, Ҫӳлхуҫана сӑмах парӗҫ, мӗн тума пулнине тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Египета асап кӑтартӗ; асап кӑтартӗ — сыватӗ те: вӗсем Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнӗҫ те — Вӑл вӗсене илтӗ, вӗсене сыватӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑ кун Египетран Ассири ҫӗрне пысӑк ҫул уҫӑлӗ, Ассур вара Египета, Египет ҫыннисем Ассирие килсе ҫӳрӗҫ; Египет ҫыннисем Ассири ҫыннисемпе пӗрле Турра ӗҫлесе тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑ кун Египетпа тата Ассирипе пӗрле Израиль виҫҫӗмӗшӗ пулӗ; ҫӗр варринче пиллӗх тӑрӗ,</verse>
				<verse number="25">ҫавӑ ҫӗре Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каласа пиллӗх парӗ: Египет ҫыннисем — Манӑн халӑхӑм, Ассири ҫыннисем — Манӑн аллӑмӑн ӗҫӗ, Израиль — Манӑн еткерӗм, вӗсем пиллӗхлӗ, тейӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Пӗр ҫулхине Саргон — Ассири патши — янипе Азот хули патне Тартан ҫитсе тухнӑ, вӑл Азота хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна ҫӗнсе илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Шӑпах ҫавӑ вӑхӑтра Исаийӑна, Амос ывӑлне, Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: кай та хуйхӑ тумтирне хывса хур, уру сыррине те салтса пӑрах, тенӗ. Вӑл ҫапла тунӑ та: вара ҫарамас, ҫарран ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа каланӑ: Манӑн Исаия чурам, Египета тата Эфиопи ҫӗрне мӗн пуласса пӗлтерсе, виҫӗ ҫул хушши ҫарамас та ҫарран ҫӳренӗ евӗр,</verse>
				<verse number="4">Ассири патши, Египета намӑса хӑварса, Египетран тыткӑна илсе каякансене, Эфиопирен куҫарса илсе каякансене — ҫамрӑккисене те, ваттисене те — ҫаппа-ҫарамассӑн та ҫарран хӑваласа илсе кайӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне хӑйсен шанӑҫӗ пулнӑ Эфиопишӗн, хӑйсем мухтанӑ Египетшӑн сехӗрленӗҫ те намӑсланӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакӑ ҫӗршывра пурӑнакансем калӗҫ вара ҫавӑ кун: «эпир шанса тӑнисем авӑ мӗнлескерсем иккен! Эпир вара, Ассири патшинчен хӑтӑлас тесе, вӗсенчен пулӑшу ыйтаттӑмӑр! епле ҫӑлӑннӑ пулӑттӑмӑр-ши эпир?» тейӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Тинӗс хӗрринчи пушхирпе мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Кӑнтӑрта ҫил-тӑвӑл ҫӳренӗ пек, вӑл пушхир енчен, хӑрушӑ ҫӗршывран килет.</verse>
				<verse number="2">Мана хӑрушшине кӑтартнӑ: ҫаратаканӗ ҫаратать, тустараканӗ тустарать; эй Елам, тапӑн! эй Миди, ҫавӑрса ил! Йӗни-кӑшкӑрнине пӗтӗмпе чарса лартӑп.</verse>
				<verse number="3">Ҫакна пула шӑм-шаккӑм чӗтрет; ҫуратакан арӑм тертленнӗ пек, пилӗкӗм касса ыратать. Пӑлханса ӳкнӗрен нимӗн те илтместӗп, аптӑраса кайнӑран нимӗн те курмастӑп.</verse>
				<verse number="4">Чӗрем сиксе тухасла тапать; чӗтрев силлет мана; канӑҫлӑ каҫӑм маншӑн сехре хӑппи пулса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="5">Сӗтел хатӗрлеҫҫӗ, ҫивитти сараҫҫӗ — ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ. «Эй ҫулпуҫсем, тӑрӑр, хулкансене сӗрӗр!»</verse>
				<verse number="6">Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: кай та хурал тӑрат; вӑл мӗн курнине пӗлтерсе тӑтӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="7">Лешӗ — мӑшӑр ут кӳлнӗ ҫар ураписене, ашак утланнӑ юланутсене, тӗве утланнӑ юланутсене асӑрханӑ; вӑл кашни сасса тӑнланӑ, питӗ тимлӗн итленӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «хуҫамӑм! кунӗпех хуралта эпӗ тӑтӑм, ҫӗрле те хамӑн вырӑнтан каймарӑм:</verse>
				<verse number="9">акӑ курах кайрӑм — ҫынсем килеҫҫӗ, мӑшӑр ут кӳлнӗ ҫар ураписем пыраҫҫӗ». Кайран вӑл кӑшкӑрсах пӗлтернӗ: «пӗтрӗ, пӗтрӗ Вавилон, аркатнӑ йӗрӗхӗсем ҫӗр ҫинче сапаланса выртаҫҫӗ».</verse>
				<verse number="10">Ах, тылланнӑскерӗм, ах, йӗтем халӑхӗ! Саваоф Ҫӳлхуҫаран, Израиль Турринчен, мӗн илтрӗм — сире ҫавна пӗлтертӗм.</verse>
				<verse number="11">Дума? ҫӗрӗ мӗн курасси ҫинчен пророкла калани. — Мана Сеир енчен кӑшкӑраҫҫӗ: хуралҫӑ! ҫӗрле — вӑхӑт мӗн чухлӗ халӗ? хуралҫӑ! ҫӗрле — вӑхӑт мӗн чухлӗ халӗ?</verse>
				<verse number="12">Хуралҫӑ ҫапла хуравлать: ир еннелле ҫывӑхарать, анчах пурпӗрех ҫӗрле-ха. Ыйтас тесессӗн, килӗр — ыйтӑр.</verse>
				<verse number="13">Арави ҫӗршывӗ мӗн курасси ҫинчен пророкла калани. — Эй Дедан караванӗсем, Арави вӑрманӗнче ҫӗр каҫӑр!</verse>
				<verse number="14">Фема ҫӗрӗнче пурӑнакансем! шывшӑн антӑхакансене хирӗҫ шыв илсе тухӑр; тарса килекенсене ҫӑкӑрпа кӗтсе илӗр:</verse>
				<verse number="15">вӗсем ӗнтӗ хӗҫрен, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫрен, туртса карӑнтарнӑ ухӑран, вӑрҫӑ хаярлӑхӗнчен тараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа мана акӑ ҫапла каларӗ: тепӗр ҫулталӑк, тара кӗрӗшнӗ ҫын ҫулталӑкӗпе танлашаканскер, иртӗ те, Кидарӑн мӗнпур мухтавӗ ҫухалӗ;</verse>
				<verse number="17">Кидарӑн ухӑпа перекен паттӑр ывӑлӗсем сахаллӑн тӑрса юлӗҫ, ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Турӑ кӑтартни курӑннӑ айлӑма мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Шавлӑ хула, пӑлханакан, ҫуйхашакан хула! Мӗн пулнӑ сана, мӗншӗн пурте ҫурт тӑррине улӑхса тӑнӑ? Санӑн тӗп пулнӑ ҫыннусене хӗҫпе вӗлермен, вӗсем вӑрҫӑра та вилмен;</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">санӑн ҫулпуҫусем пурте пӗрле тарнӑ, анчах вӗсене ухӑсӑрах тытса ҫыхса пӑрахнӑ; таҫта аякка тарнӑ пулин те, вӗсене пурне те тытса ҫыхса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑнпа калатӑп ӗнтӗ: пӑрахса хӑварӑр мана, эпӗ вӗри куҫҫульпех макӑрӑп; халӑхӑмӑн хӗрне ҫаратса хӑварнӑ чухне йӑпатма ан тӑрӑшӑр мана:</verse>
				<verse number="5">Турӑ кӑтартни курӑннӑ айлӑма ҫитнӗ сехӗрленӳ кунӗ, мӑшкӑлпа шуйхану кунӗ — Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Турӑран, вӑл. Хӳмене ишеҫҫӗ, кӑшкӑрашни тусем ҫинех ҫитет.</verse>
				<verse number="6">Елам ухӑ йӗнни ҫакнӑ; ҫынсем — ҫар ураписем ҫинче; юланутсем; Кир та хулканне хатӗрлет.</verse>
				<verse number="7">Акӑ ӗнтӗ чи лайӑх айлӑмусем тулли ҫар урапи, юланутсем хапхана хирӗҫ тӑрса тухнӑ.</verse>
				<verse number="8">Иудейӑн вителӗкне сӳсе илеҫҫӗ; ҫавӑ кун эсӗ кедр ҫуртра упранакан кӑрал енне пӑхӑн.</verse>
				<verse number="9">Эсир ӗнтӗ Давид хулин хӳмине нумай ҫӗртен шӑтарса пӗтернине куратӑр, эсир анатри пӗвере шыв пухатӑр;</verse>
				<verse number="10">Иерусалимри ҫуртсене паллӑ тӑватӑр, хӳмене ҫирӗплетме ҫав ҫуртсене ҫӗмӗретӗр;</verse>
				<verse number="11">кивӗ пӗве шывне тытса юлма тесе, икӗ хӳме хушшине вырӑн хатӗрлетӗр. Анчах та ҫакна Тӑвакана асӑрхамастӑр, ҫапла пулассине Кам авалах палӑртса хунӑ, Ун енне ҫаврӑнса пӑхмастӑр.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫакӑ кун сире йӗме те кулянма, ҫӳҫӗре кастарма, хуйхӑ тумӗ тӑхӑнма чӗнет.</verse>
				<verse number="13">Акӑ ӗнтӗ савӑнӑҫ та хаваслӑх! Вӑкӑрсене вӗлереҫҫӗ, сурӑх пусаҫҫӗ; аш-какай ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ: «ҫиетпӗр те ӗҫетпӗр, мӗншӗн тесессӗн ыран вилетпӗр!» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа мана хӑлхаран каларӗ: хӑвӑр виличчен те ҫак ирсӗрлӗхшӗн каҫару пулмӗ сире, терӗ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла каларӗ: тӑр та патша таврашӗн пуҫлӑхӗ патне кай, ҫав Севна патне, кермен пуҫлӑхӗ патне, ҫит, [вара кала ӑна]:</verse>
				<verse number="16">кунта санӑн мӗн пур, кунта санӑн кам пур, эсӗ мӗншӗн кунта хӑв валли тупӑклӑх тӑватӑн? те. Вӑл ҫӳллӗ ҫӗрте хӑй валли тупӑклӑх касса ӑсталать, чул хысака касса хӑйне пурӑнмалли вырӑн хатӗрлет.</verse>
				<verse number="17">Эй вӑйлӑ этем, акӑ Ҫӳлхуҫа ярса тытӗ те сана, тытса пӑчӑртаса санран чӑмӑркка тӑвӗ,</verse>
				<verse number="18">унтан сана анлӑ ҫӗр ҫине тытса перӗ; ҫавӑнта вилӗн эсӗ, эй хуҫун килне намӑс кӳрекенӗ, санӑн чаплӑ тупӑклӑху ҫавӑнта пулӗ.</verse>
				<verse number="19">Сана хӑвӑн вырӑнунтан сирпӗтӗп, вара сана ятсӑр-сумсӑр тӑратса хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Хамӑн Елиаким чурама, Хелкия ывӑлне, чӗнсе илӗп,</verse>
				<verse number="21">ӑна санӑн тумна тӑхӑнтартӑп, санӑн пиҫиххине ҫыхтарӑп, унӑн аллине санра пулнӑ ирӗке парӑп; вара вӑл Иерусалимра пурӑнакансенӗн тата Иуда килӗн ашшӗ пулса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="22">Давид килӗн уҫҫине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурӑп; вӑл уҫӗ те — никам та хупаймӗ, вӑл хупӗ те — никам та уҫаймӗ.</verse>
				<verse number="23">Ӑна ҫирӗп ҫапса лартнӑ пӑта пек тӑвӑп; хӑй ашшӗ килӗшӗн вӑл мухтав пуканӗ пек пулӗ.</verse>
				<verse number="24">Ашшӗ килӗн, ачисен тата мӑнукӗсен пӗтӗм мухтавӗ, килти пӗтӗм ӑпӑр-тапӑртан тытӑнса кӗвӗ-ҫемӗ каламалли юлашки сӑпрай таранах ун ҫинче ҫакӑнса тытӑнса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑ кун вара, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫирӗп ҫапса лартнӑ пӑта лӑканма пуҫлӗ, ӑна ҫапса кӑларӗҫ, ӳкӗ вӑл, унран ҫакӑнса тӑни те пӗтӗмпе ӳксе саланӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Тир хулипе мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Ӗсӗклесе йӗрӗр, Фарсис карапӗсем: ӗнтӗ хулана аркатнӑ: кил-ҫурт ҫук, кил-ҫурта кӗрекенни те ҫук. Ҫакӑ хыпара вӗсем патне Киттим ҫӗрӗнчен ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="2">Утрав ҫинче пурӑнакансем, шӑпланӑр! унччен кунта тинӗспе ҫӳрекен Сидон сутуҫисем хӗвӗшетчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Пысӑк шывсем урлӑ кунта Сихор вӑрлӑхне, аслӑ юханшыв тыррине, илсе килетчӗҫ, халӑхсен тӗп пасарӗ ҫавӑнтаччӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй Сидон, эсӗ намӑса юлтӑн; тинӗс, тинӗс тӗрекӗ акӑ мӗн калать: «эпӗ ача ҫуратнӑ чухнехи асапа пӗлместӗп, ҫуратман, ывӑл ӳстермен, хӗрсем ҫитӗнтермен».</verse>
				<verse number="5">Египетсем патне хыпар ҫитсессӗн, Тир ҫинчен илтсессӗн, шартах сикӗҫ вӗсем.</verse>
				<verse number="6">Эй утрав ҫыннисем, кӑшкӑрсах макӑрӑр, Фарсиса куҫса кайӑр!</verse>
				<verse number="7">Сирӗн хула, савӑнӑҫлӑ хула, авалхи хула ҫакӑ-и вӑл? Урисем ӑна ют ҫӗршывра, аякра, пурӑнма илсе каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Пуҫкӑшӑль салатса тӑнӑ хулана, купсисем те пулин улпутсем пулнӑ, суту-илӳ тӑваканӗсем те пулин ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисем пулнӑ хулана — Тир хулине — ҫапла пуласса кам малтанах палӑртса хунӑ?</verse>
				<verse number="9">Кирек епле мухтавӑн мӑнаҫлӑхне те намӑс кӑтартмашкӑн, ҫӗрӗн мӗнпур чаплӑ ҫыннине кӗҫӗне хӑвармашкӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа палӑртнӑ ӑна.</verse>
				<verse number="10">Эй Фарсис хӗрӗ, хӑвӑн ҫӗрӳ тӑрӑх шыв пек ҫӳре: текех чӑрмав ҫук.</verse>
				<verse number="11">Вӑл аллине тинӗс ҫине тӑсрӗ, патшалӑхсене силлерӗ; Ҫӳлхуҫа Ханаанӑн ҫирӗплетнӗ хулисене аркатса тӑма хушрӗ,</verse>
				<verse number="12">ҫапла каларӗ: эй Сидон хӗрӗ, намӑса юлнӑ хӗр, ӳлӗм хӗпӗртеймӗн! Тӑр, Киттим ҫӗрне кай, анчах унта та канӑҫ пулмӗ сана, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Акӑ халдейсен ҫӗрӗ. Унччен ку халӑх пулман; пушхирте пурӑнакансен хушшинче ӑна Ассур пуҫарса янӑ. Вӗсем хӑйсем валли тӗреклӗ ҫуртсем лартаҫҫӗ, кунти керменсене вара аркатаҫҫӗ, вӗсем вырӑнне ишӗлчӗк купи ҫеҫ хӑвараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй Фарсис карапӗсем, ӗсӗклесе макӑрӑр! Ӗнтӗ сирӗн тӗрекӗр арканнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Тир хулине ҫитмӗл ҫул, пӗр патшан кунӗсем чухлӗ, манса пурӑнӗҫ. Ҫитмӗл ҫул иртсессӗн вара Тир хулине аскӑн арӑм ҫинчен мӗн юрлани ҫитӗ:</verse>
				<verse number="16">«кӗсле ил, хула тӑрӑх ҫӳре, манӑҫа тухнӑ аскӑн арӑм! Кӗслине лайӑх кала, нумай юрӑ юрла — сана аса илччӗр».</verse>
				<verse number="17">Ҫитмӗл ҫул иртсессӗн вара Ҫӳлхуҫа Тира пырса пӑхӗ; ӗнтӗ хула каллех тупӑш илме пуҫлӗ, тӗнчери пур патшалӑхпа та аскӑнланма тытӑнӗ.</verse>
				<verse number="18">Анчах унӑн суту-илӗвӗ, унӑн тупӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма кайӗ; тупӑшӗ пӳлмере купаланса выртмӗ, питӗрӗнсе тӑмӗ: унӑн суту-илӳ тупӑшне Ҫӳлхуҫа умӗнче пурӑнакансене вӗсем тӑраниччен ҫиччӗр, питӗ тум тӑхӑнса ҫӳреччӗр тесе парса тӑрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа акӑ ҫӗре ҫука хӑварать, ӑна пулӑхсӑр тӑвать; ҫӗрӗн сӑн-сӑпатне улӑштарать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сапаласа ярать.</verse>
				<verse number="2">Вара халӑха мӗн пулӗ, священника та ҫавах пулӗ, тарҫипе мӗн пулни — унӑн хуҫипе, тарҫӑ-арӑмпа мӗн пулни — хуҫа-арӑмпа, туянаканнипе мӗн пулни — сутаканнийӗпе, кивҫен илекенӗпе мӗн пулни — кивҫен параканӗпе, парӑмлипе мӗн пулни усламҫӑпа пулӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӗре пӗтӗмпех ҫука хӑварнӑ; ҫаратмаллипех ҫаратнӑ — ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ.</verse>
				<verse number="4">Хуйхӑрать ҫӗр, салху вӑл; пусӑрӑннӑ, салхуланнӑ тӗнче; тӳпепе ҫӗр хавшанӑ.</verse>
				<verse number="5">Хӑй ҫинче пурӑнакансем айӗнче ҫӗр ирсӗрленнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем саккуна пӑхӑнмарӗҫ, йӗркене улӑштарчӗҫ, ӗмӗрлӗх халала пӑсрӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑншӑнах ҫӗре ылхан кӑшлать, ун ҫинче пурӑнакансем асап кураҫҫӗ; ҫавӑншӑнах ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫунтарса янӑ, ҫынсем питӗ сахал тӑрса юлнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫимӗҫ сапакийӗн сӗткенӗ йӗрет; иҫӗмӗн аври ыратать; чӗререн савӑннисем пурте ассӑн сывлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Тӳнкӗр ҫапса савӑнасси путланчӗ; хавасланакансен шӑв-шавӗ лӑпланчӗ; кӗсле сассийӗ илтӗнмест;</verse>
				<verse number="9">ӗнтӗ юрла-юрла эрех ӗҫмеҫҫӗ; ӗҫекенсемшӗн халь ҫиккер те йӳҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Пушанса юлнӑ хулана аркатнӑ, ҫурчӗсене пурне те хупса лартнӑ — кӗрейместӗн.</verse>
				<verse number="11">Урамра эрехшӗн йӗреҫҫӗ; ӗнтӗ кирек епле хаваслӑх та сӳнчӗ; ҫӗр ҫинчен пӗтӗм савӑнӑҫ ҫухалчӗ.</verse>
				<verse number="12">Хула хӑрӑнса ҫитрӗ, хапхисем те йӑтӑнса анчӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ӗҫҫи хыҫҫӑн, ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне татса пӗтерсессӗн, иҫӗм ҫырлине пуҫтарса илсессӗн мӗнле пулать, ҫӗр ҫийӗнче, халӑхсем хушшинче те ҫапла пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем сассине вӑйлатӗҫ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗшӗн хӗпӗртенӗҫ, тинӗс енчен хыттӑн кӑшкӑрса сас парӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тухӑҫра мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, ятне тинӗс утравӗсем ҫинче мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="16">Эпир ҫӗр хӗрринчен «Сӑваплӑскерне мухтав!» теекен юрӑ илтетпӗр. Каларӑм эпӗ: хуйхӑ ҫитрӗ мана! хуйхӑ ҫитрӗ мана! ах, мӗнле хурлӑхлӑ мана! усалсем усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсем усалланса кайсах усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Эй ҫӗр ҫинче пурӑнакан, ахӑр самана, шӑтӑк та йӑлмак сан валли!</verse>
				<verse number="18">Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӗр арканать, ҫӗр тӗпренсе саланать, ҫӗре хытӑ чӗтретнӗ;</verse>
				<verse number="20">ҫӗр ӳсӗр пек ҫапкаланать, сӑпка евӗр сиккелет, ӑна хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗ асаплантарать; ӳкет вӑл — ҫӗкленеймест.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Ҫӳлхуҫа ҫӳлти ҫарсем патне, ҫӗр ҫинчи ҫӗр патшийӗсем патне ҫитӗ.</verse>
				<verse number="22">Вара тӗрме ҫыннисене пуҫтарнӑ пек, пурне те шӑтӑка пуҫтарӗҫ, тӗттӗм шӑтӑка хупса хурӗҫ, чылай кунран вӗсене хаса парӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион тӑвӗ ҫинче, Иерусалимра патшана ларсассӑн, аслӑ ҫынсем умӗнче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫуталса кайсассӑн уйӑх та вӑтанса хӗрелӗ, хӗвел те намӑсланӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ — манӑн Туррӑм; Сана аслӑлатӑп, Санӑн ятна мухтатӑп: Эсӗ тӗлӗнмеллине пултарнӑ; авалах палӑртса хунисем — чӑн-чӑнах, аминь.</verse>
				<verse number="2">Эсӗ хуларан чул купийӗ, ҫирӗп хӳмесенчен ишӗлчӗк купийӗ турӑн; хулара ют ӑру ҫыннисен керменӗсем юлмарӗҫ; ӑна ӗнтӗ ӗмӗрне те ҫӗнӗрен туса лартмӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнпа та Сана хӑватлӑ халӑхсем мухтавлӗҫ, хӑрушӑ ӑрусенӗн хулисем Санран сехӗрленӗҫ,</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мӗскӗншӗн те, чухӑншӑн та йывӑр вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн пултӑн, ҫил-тӑвӑлран хӳтӗлекен хӳтлӗх, шӑрӑхран хӳтӗлекен сулхӑн пултӑн: тискер ҫынсенӗн ҫилли хӳмене ҫапӑнакан ҫил-тӑвӑл пекехчӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ тӑшмансен хаярлӑхне, шывсӑр вырӑнти шӑрӑх евӗрлӗскерне, пусартӑн; пӗлӗт ӗмӗлки шӑрӑха пусарнӑ евӗр, пусмӑрҫӑсен савӑнӑҫне путартӑн.</verse>
				<verse number="6">Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ту ҫинче пур халӑхсем валли чи паха апатран, паха эрехрен, шӑмӑ ҫӑвӗнчен тата чи таса эрехрен ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлӗ;</verse>
				<verse number="7">ҫакӑ ту ҫинче Вӑл пур халӑхсене витсе тӑракан вителӗке, мӗнпур ӑру ҫинче выртакан вителӗке, тӗп тӑвӗ.</verse>
				<verse number="8">Вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ, Хӑй халӑхӗн мӑшкӑлне пӗтӗм тӗнчипех сирсе ярӗ: ҫапла пулассине Турӑ калать.</verse>
				<verse number="9">Вара ҫавӑ кун калӗҫ: акӑ Вӑл, пирӗн Турӑ! эпир Ӑна шанса тӑтӑмӑр та — Вӑл пире ҫӑлчӗ! Ку — Ҫӳлхуҫа; эпир Ӑна шанса тӑтӑмӑр; Вӑл ҫӑлнӑшӑн хӗпӗртетпӗр те савӑнатпӑр!</verse>
				<verse number="10">Мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ ту ҫинче Ҫӳлхуҫа аллийӗ тӑрать, ӗнтӗ Моава хӑй вырӑнӗнчех тислӗк ӑшӗнчи улӑма таптанӑ пек таптӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл, шывра ишекенӗ аллисемпе хӑлаҫланнӑ евӗр, аллисемпе хӑлаҫлансассӑн та Турӑ унӑн мӑнкӑмӑллӑхне унӑн аллийӗн чее ултавӗпе пӗрлех кӗҫӗне тӑратса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="12">Санӑн ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене аркатӗ, ишсе антарӗ, вӗсенчен тусан тӑвӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Ҫавӑ кун Иуда ҫӗрӗнче ҫакӑ юрра юрлӗҫ: хуламӑр пирӗн ҫирӗп; хӳме вырӑнне, тӑпра хӳме вырӑнне Вӑл пире ҫӑлӑнӑҫ пачӗ.</verse>
				<verse number="2">Уҫӑр хапхана; тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, чӑнлӑха уякан халӑх кӗтӗр.</verse>
				<verse number="3">Ҫирӗп чун-чӗреллисене Эсӗ туп-тулли тӑнӑҫлӑх паратӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Сана шанаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнӑр: Ҫӳлхуҫа Турӑ — ӗмӗрлӗх тӗрек.</verse>
				<verse number="5">Вӑл ҫӳлте пурӑннисене, ҫӳлте ларакан хулана ҫапса антарчӗ; аркатрӗ ӑна, ҫӗр ҫине йӑвантарчӗ, тусанпа хутӑштарчӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӗнтӗ таптаҫҫӗ ӑна, чухӑн урисем, кӗлмӗҫ урисем таптаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнаканӑн ҫулӗ тӳрӗ; тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнаканӑн ҫулне Эсӗ тӳрлетсе тӑратӑн.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санӑн суту ҫулӗ ҫинче эпир Сана шанса тӑтӑмӑр; пирӗн чунӑмӑрсем Сана, Санӑн ятна асрах тытма тӗмсӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Пӗтӗм чунӑмпа ҫӗрле Сан патна ӑнтӑлтӑм, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗмпе, чунӑм-чӗмӗмпе ир-ирех Сана шырама пуҫлӑп: ҫӗр ҫинче Сан сутун ӗҫӗсем пулса пынӑ чухне тӗнчере пурӑнакансем тӳрӗлӗхе вӗренӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Усал ҫынна каҫарсассӑн, вӑл тӳрӗлӗхе вӗренеймӗ — тӳррисенӗн ҫӗрӗ ҫинче усал ӗҫ тӑвӗ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗ енне ҫаврӑнса та пӑхмӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Санӑн аллу ҫӳллӗ ҫӗкленнӗччӗ, анчах вӗсем ӑна курмарӗҫ; Санӑн халӑхна курайманнисем курӗҫ те намӑсланса кайӗҫ; Санӑн тӑшманусене вут-ҫулӑм ҫӑтса ярӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ пире тӑнӑҫлӑх кӳретӗн: пирӗн ӗҫсене Эсӗ пирӗншӗнех йӗркелесе тӑратӑн.</verse>
				<verse number="13">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! пирӗнпе Эсӗ мар, урӑх патшасем хуҫаланчӗҫ; анчах Санӑн ятна эпир Сан урлӑ ҫеҫ мухтавлатпӑр.</verse>
				<verse number="14">Вилнисем чӗрӗлеймӗҫ; вилнисен ӗмӗлкисем тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене пырса пӑхрӑн та — тӗп турӑн, вӗсене астӑвӑмран та тӗппипе кӑларса пӑрахрӑн.</verse>
				<verse number="15">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӑха ӗрчетрӗн Эсӗ, халӑха ӗрчетрӗн — Хӑвна мухтава кӑлартӑн, мухтавна ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессине ҫитертӗн.</verse>
				<verse number="16">Эй Ҫӳлхуҫамӑр! инкекре вӑл Сана шыранӑ; Санӑн хасу ҫитсессӗн вӑл кӗлтуса пӑшӑлтатнӑ.</verse>
				<verse number="17">Йывӑр арӑм ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсессӗн епле асапланать, ахлатать, йынӑшать, эпир те Санӑн умӑнта, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫавӑн пекех пултӑмӑр.</verse>
				<verse number="18">Пӗтӗ пултӑмӑр, асаплантӑмӑр — ҫуратасса вара ҫил ҫуратрӑмӑр; ҫӗре ҫӑлӑнӑҫ кӳреймерӗмӗр, ҫӗр ҫине урӑх ҫынсем ҫуралмарӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Санӑн вилнӗ ҫыннусем чӗрӗлӗҫ, вилнӗ ӳтсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ! Эй ҫӗр тӗпӗнче выртакансем, вӑранӑр, савӑнӑр: Санӑн сывлӑму вӗсене сиплӗ-сыватӗ, ӗнтӗ ҫӗр вилнисене тӗртсех кӑларӗ.</verse>
				<verse number="20">Кай, халӑхӑм, килне кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха:</verse>
				<verse number="21">ҫӗр ҫинче пурӑнакансене усал ӗҫӗсемшӗн айӑпламашкӑн Ҫӳлхуҫа акӑ Хӑй вырӑнӗнчен тухать, ҫӗр ӗнтӗ хӑй ҫӑтнӑ юна уҫса хурӗ, вӗлернӗ ҫыннисене пытарса тӑраймӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сулмаклӑ, пысӑк та ҫирӗп хӗҫӗпе левиафана — тӳрӗ чупакан ҫӗлене, левиафана, явкаланса шӑвакан ҫӗлене — тӗп тӑвӗ, тинӗс ҫамне вӗлерӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑ кун ун ҫинчен — ытарайми иҫӗм пахчи ҫинчен — юрлӑр:</verse>
				<verse number="3">ӑна упраканӗ Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, самантсеренех шӑваратӑп ӑна; кам та пулин унта пырса ан кӗтӗрччӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн сыхлатӑп ӑна.</verse>
				<verse number="4">Манӑн ҫилленесси ҫук. Анчах та унта кам та пулин йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑк ӳстерсессӗн, Эпӗ ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухатӑп, пӗтӗмпех ҫунтарса яратӑп.</verse>
				<verse number="5">Манӑн хӳтлӗхе шырасассӑн-и, Манпа килӗшӳ тӑвас тесессӗн-и? апла Манпа килӗшӳ тутӑр.</verse>
				<verse number="6">Ӳлӗм Иаков ҫирӗпленӗ, Израиль хунав кӑларӗ, чечекленӗ; тӗнче ҫимӗҫпе тулса ларӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл вӗсене хӑйсене пӗтерекенсене пӗтернӗ пекех пӗтернӗ-и вара? Вӑл вӗсене хӑйсене вӗлерекенсене вӗлернӗ пекех вӗлернӗ-и вара?</verse>
				<verse number="8">Эсӗ ӑна унран пӑрӑннӑ чухне те тулли хаса паман; тухӑҫ ҫилӗ вӗрнӗ кунхи пек, ӑна Хӑв хытӑ вӗрнипех хӑваласа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑн урлӑ Иаковӑн йӗркесӗр ӗҫӗ пӑрахӑҫланӗ; вӑл чӳк вырӑнӗсен чулӗсене тӗпренчӗк акшар тусассӑн, Астарта юписемпе тӗтӗрмелли вырӑнсене пӗтерсессӗн унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла ӗнтӗ тӗреклетнӗ хула пушанать, кил-ҫурта пушхир пекех пӑрахса хӑварӗҫ. Унта пӑру ҫисе ҫӳрӗ, унта канӗ вӑл, ун тураттисене хуҫса-ҫисе пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="11">Ун тураттисем хӑрса ларӗҫ те — хуҫӗҫ вӗсене; хӗрарӑмсем килӗҫ те вӗсене ҫунтарса ярӗҫ. Ҫакӑ халӑх ӑссӑр пулнӑран ӑна Пултараканӗ ӑна хӗрхенсе тӑмӗ, ӑна Пултараканӗ ӑна каҫармӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: аслӑ шывран пуҫласа Египет юхӑмӗ таран Ҫӳлхуҫа мӗн пуррине пӗтӗмпе тытса силлӗ; Израиль ывӑлӗсем, сире те пӗрле — пӗрне тепӗри патне — пуҫтарӗҫ;</verse>
				<verse number="13">ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: аслӑ трупа кӑшкӑртса ярӗ те, Ассири ҫӗрӗнче ҫухалса кайнисем, Египета хӑваласа кайнисем каялла таврӑнӗҫ, вара Иерусалимри сӑваплӑ ту ҫинче Ҫӳлхуҫана ӳксе пуҫҫапӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Ӳсӗр Ефрем ывӑлӗсен мӑнаҫлӑхӗн пуҫкӑшӑльне, унӑн илемӗн шанса пыракан чечекне, ӗҫкӗҫӗсем пурӑнакан тулӑх айлӑм тӳпемӗнче ларакан чечеке, хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="2">Акӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — тӗреклӗскер те вӑйлӑскер, вӑл — пӑрлӑ тӑвӑл пек, аркатакан ҫавраҫил пек, ҫыранӗсенчен тухса кӗрлесе юхакан шывсем пек! Ҫавӑ ӑна вирлӗн ҫӗре ҫапса антарӗ.</verse>
				<verse number="3">Ӳсӗр Ефремсен мӑнаҫлӑхӗн пуҫкӑшӑльне урапа таптӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Тулӑх айлӑм тӳпемӗнче ларакан ун илемӗн шанса пыракан чечекне чи малтан пиҫсе ҫитнӗ смоква ҫырлине мӗн пулниех пулать: унашкал ҫимӗҫе кам та пулин курать те — татса илет те ҫӑтса та ярать.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑ кун Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн йӑлкӑмӗшӗн чаплӑ пуҫкӑшӑль, мухтавлӑ пуҫкӑшӑль пулӗ, сутра лараканшӑн тӳрӗ сут тутаракан сывлӑш-хӑват, тӑшмана хапхи умне ҫитиех хӑваласа яракан паттӑрлӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="6"></verse>
				<verse number="7">Анчах кусем те эрехе пула тайкаланса ҫӳреҫҫӗ, ҫиккер ӗҫнипе ҫултан аташса каяҫҫӗ; священникпе пророк хаяр шӗвеке пула такӑнаҫҫӗ; эрехе парӑннӑ, ҫиккер вӗсене ӑсран тайӑлтарнӑ, вӗсене мӗн курӑнни тӗрӗс мар, татӑклӑ сӑмах каламалла чухне такӑнаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="8">мӗншӗн тесессӗн сӗтелсем ҫине хӑсса тултарнӑ, таса вырӑн ҫук.</verse>
				<verse number="9">Ҫапла калаҫҫӗ: «епле пурӑнмаллине кама вӗрентесшӗн вӑл? вӗрентсе кама ӑса кӗртесшӗн? кӑкӑр сӗтӗнчен уйӑрнисене-и, амӑш кӑкӑрне пӑрахтарнисене-и?</verse>
				<verse number="10">Ялан ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах».</verse>
				<verse number="11">Ҫапла пурӑннӑшӑн ҫакӑ халӑхпа ют чӗлхе-ҫӑварпа, ӑнланмалла мар сӑмахпа калаҫӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсене каланӑччӗ: «акӑ канӑҫлӑх, ӗшеннӗскере канӑҫлӑх парӑр, акӑ вӑл канлӗх» тенӗччӗ. Анчах вӗсем итлесшӗн те пулмарӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗсем акӑ мӗнле йышӑнаҫҫӗ: ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах, — ӗнтӗ кайӗҫ вӗсем, месерле кайса ӳкӗҫ, сусӑрланӗҫ, серепене лекӗҫ, ҫакланӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Эй мӑшкӑлҫӑсем, Иерусалимри халӑха тытса тӑракансем, эппин, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр.</verse>
				<verse number="15">Ҫапла калатӑр эсир: «эпир вилӗмпе килӗшӳ турӑмӑр, тӗпсӗр шӑтӑкпа сӑмах тупрӑмӑр: пурне те пӗтерекен инкек сиксе тухсассӑн, вӑл пирӗн пата ҫитеймӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир суяран хамӑр валли тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх турӑмӑр, эпир ултавпа витӗнӗпӗр» теетӗр.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Сион никӗсне чул — сӑнаса пӑхнӑ, кӗтеслӗх чул, хаклӑран та хаклӑ, суйласа илнӗ ҫирӗп чул — хуратӑп: ӑна ӗненекен намӑс курмӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара сута виҫев пулма, чӑнлӑха тараса пулма лартӑп; суя хӳтлӗхне пӑр ҫапса аркатӗ, пытанса лармалли вырӑна шыв путарӗ.</verse>
				<verse number="18">Сирӗн вилӗмпе тунӑ килӗшӗвӗр арканӗ, сирӗн тӗпсӗр шӑтӑкпа тупнӑ сӑмахӑр тытӑнса тӑраймӗ. Пурне те пӗтерекен инкек ҫитсессӗн эсир таптанмаллипех таптанатӑр.</verse>
				<verse number="19">Инкек часах ҫитӗ те — ярса илӗ сире; ирсеренех ҫӳрӗ, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫӳрӗ, ун ҫинчен илтнӗ пӗр хыпар та сехӗрлентерсех ӳкерӗ.</verse>
				<verse number="20">Тӑсӑлса выртмашкӑн сарса хунӑ вырӑну кӗске пулӗ; витӗнсе выртмашкӑн вителӗкӳ ансӑр пулӗ:</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне, хӑватлӑ ӗҫне тумашкӑн, Хӑйӗн мехелне, Хӑйӗн тӗлӗнмелле мехелне ҫитермешкӗн Перацим тӑвӗ ҫинче ҫӗкленнӗ пек ҫӗкленӗ, Гаваон айлӑмӗнчи пекех ҫилленӗ.</verse>
				<verse number="22">Апла тӑллӑрсем тата ҫирӗпрех ан пулччӑр тесессӗн, Турра ан хурлӑр: эпӗ Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Ҫӳлхуҫаран, илтрӗм; ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗре пӗтерме палӑртса хунӑ.</verse>
				<verse number="23">Хӑлхӑра тайӑр, манӑн сассӑма тӑнлӑр; тимлӗ пулӑр, сӑмахӑма вӗҫне ҫитиех итлӗр.</verse>
				<verse number="24">Ака вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫӗр ӗҫченӗ хӑйӗн ҫӗрне сухалать ҫеҫ-и, сӳрелет ҫеҫ-и?</verse>
				<verse number="25">Ҫук; ӑна ҫемҫетсе тикӗслетсессӗн вӑл пӑрӑҫ йышши курӑк акать е энӗс сапса хӑварать, е юнашарах ярӑмӑн-ярӑмӑн тулӑ сапалать, палӑртнӑ вырӑна урпа, унпа юнашар пӑри акать.</verse>
				<verse number="26">Ҫак меле ӑна хӑйӗн Турри хӑнӑхтарать; ӑна Вӑл вӗрентет.</verse>
				<verse number="27">Пӑрӑҫ йышши курӑка шӑллӑ каскапа ҫаптармаҫҫӗ, энӗс ҫийӗн те кустӑрмаллӑ тӑпачӑ чуптармаҫҫӗ; пӑрӑҫ йышши курӑка та, энӗсе те патакпа ҫапса тӗшӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Пӗрчӗллӗ тырра ҫапаҫҫӗ, анчах ӑна тӗпретмеҫҫӗ; ун ҫийӗн лашапах кустӑрмаллӑ тӑпачӑ ҫӳретеҫҫӗ, анчах тыррине вӗтетмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫакӑ вӑл Саваоф Ҫӳлхуҫа вӗрентнипе пулса пырать: Унӑн ӑслӑлӑхӗ тӗлӗнмелле, Унӑн шухӑшӗ аслӑ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Ариэл, Ариэл, Давид пурӑннӑ хула, хуйхӑ ҫитӗ сана! Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе кайӗ, парне кӳресси хӑй йӗркипе пулса пырӗ.</verse>
				<verse number="2">Анчах та Эпӗ Ариэле хӗстерӗп, вара куҫҫуль те хурлӑх пулӗ; вӑл Маншӑн пӗрех Ариэл пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ санӑн тавра тапӑрпах вырӑнаҫӑп, сан тавра хурал пашнисем туса лартӑп, сана хирӗҫех аркатакан сӑпрай лартса тухӑп.</verse>
				<verse number="4">Вара мӗскӗнленӗн, ҫӗр ӑшӗнчен калаҫӑн, эсӗ калани тусан-тӑпра айӗнчен аран илтӗнейӗ, сассу та хӑй ӑшӗнче мӑкӑртатаканӑн сасси пек пулӗ, ӗнтӗ тусан-тӑпра айӗнчен пӑшӑлтатӑн.</verse>
				<verse number="5">Йышлӑ тӑшманусем вӗтӗ тусан пек, хаяр эшкерсем вӗҫсе саланакан арпа пек пулӗҫ; ҫакӑ сасартӑк, пӗр самантра, пулса иртӗ.</verse>
				<verse number="6">Саваоф Ҫӳлхуҫа сан патна аслатипе, ҫӗр чӗтреннипе, хӑватлӑ сасӑпа, ҫил-тӑвӑлпа, ҫавраҫилпе, мӗн пуррине хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑмпа пырса ҫитӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара Ариэле хирӗҫ кӗрешекен йышлӑ халӑхсем, ӑна, унӑн тӗрекӗсене хирӗҫ тухнисем, ӑна хӗсекеннисем усал тӗлӗк пек, ҫӗрле тӗлӗкре курӑннӑ пек туйӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Выҫӑ ҫын тӗлӗкӗнче хӑй апат ҫинӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те, ӑшӗнче — пуш-пушах; шывшӑн антӑхнӑ ҫын та тӗлӗкӗнче шыв ӗҫнӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те — ҫав-ҫавах тӗмсӗлет вӑл, ӑшӗ те хыпса ҫунать: Сион тӑвне хирӗҫ вӑрҫакан йышлӑ халӑхсемпе пуринпе те ҫапла пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗр; вӗсем ыттисене суккӑра кӑларнӑ, хӑйсем те суккӑрланнӑ; вӗсем ӳсӗр, анчах эрехе пула мар; вӗсем тайкаланаҫҫӗ, анчах ҫиккер ӗҫнипе мар.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа сирӗн ҫине ыйхӑлаттаракан сывлӑш янӑ; пророксем, ӗнтӗ сирӗн куҫӑра хуптарнӑ; витӗркурансем, сирӗн пуҫӑра хупланӑ.</verse>
				<verse number="11">Пророкла каланӑ кирек хӑш сӑмах та сирӗншӗн — пичет лартнӑ кӗнекери сӑмахсем пекех, ҫав кӗнекене ӗнтӗ вулама пӗлекене параҫҫӗ те: «ҫакна вула» теҫҫӗ; лешӗ вара: «пултараймастӑп, мӗншӗн тесессӗн пичет лартнӑ» тесе хуравлать.</verse>
				<verse number="12">Кӗнекине вара вулама пӗлменнине параҫҫӗ: «ҫакна вула» теҫҫӗ; лешӗ: «эпӗ вулама пӗлместӗп» тет.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа каларӗ вара: ку халӑх Ман патӑма чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫывӑхарать, Мана сӑмахӗпе хисеплет, чӗри вара Манран аякра тӑрать, этем ӳкӗчӗ-йӑлине вӗренни вӗсемшӗн — Мана хисеплени-мӗн;</verse>
				<verse number="14">Эпӗ акӑ ку халӑха халиччен пулманнине кӑтартӑп, тӗлӗнмелле, питех те тӗлӗнмелле пулӗ, вара ӑсчахӗсен те ӑсӗ пӗтӗ, ӑслӑ-тӑнлисен те ӑсӗ-тӑнӗ ҫухалӗ.</verse>
				<verse number="15">Хӑйсен ӗҫӗсене сӗмлӗхре тӑвакансене, «кам курӗ-ха пире? кам пӗлӗ-ха пире?» теекенсене, хӑйсен шухӑшне Ҫӳлхуҫаран пытармашкӑн тарӑн ҫӗре пытанма ӗмӗтленекенсене хуйхӑ ҫитӗ.</verse>
				<verse number="16">Мӗнле ӑссӑрлӑх! Чӳлмек тӑвакана тӑм вырӑнне хума юрать-и вара? Тунӑ япали хӑйне тӑваканни ҫинчен: «мана вӑл туман» теме пултараять-и? тунӑ ӗҫ хӑйне тӑвакан ӑста ҫинчен: «вӑл ӑнланмасть» теме пултараять-и?</verse>
				<verse number="17">Тата кӑшт ҫеҫ, кӑштах, кӑштах, вара Кармил тӑвӗ йывӑҫ пахчи пулса тӑмӗ-и, йывӑҫ пахчине вара вӑрмана хапӑл тунӑ пек хапӑллӗҫ-и?</verse>
				<verse number="18">Ӗнтӗ ҫавӑ кун хӑлхасӑррисем кӗнеке сӑмахне илтӗҫ, суккӑрсен куҫӗсем тӗттӗмлӗхрен, сӗмлӗхрен курма пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Вара асапланакансем Ҫӳлхуҫашӑн савӑннӑҫемӗн савӑнӗҫ, мӗскӗнсем Израиль Святойӗшӗн хӗпӗртесе мухтанӗҫ:</verse>
				<verse number="20">кӳрентерекен текех пулмӗ, мӑшкӑлҫӑ ҫухалӗ, ултава хӳтӗлекенсене —</verse>
				<verse number="21">ҫынна сӑмахпа чӑлхантарса яракансене, сут тума ыйтакана тытма хапха умне таната каракансене, тӳрӗ ҫыннах тӗртсе яракансене — пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑнпа та Авраама хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа Иаков килӗ ҫинчен ҫапла калать: ӗнтӗ Иаков намӑса юлмӗ, унӑн сӑн-пичӗ текех шурса каймӗ.</verse>
				<verse number="23">Унӑн ачисем Манӑн ӗҫӗме, хӑйсем хушшинче тӑвас ӗҫӗме, курсассӑн Манӑн ятӑма чун-чӗререн хисеплеме пуҫлӗҫ, Иаков Святойне чун-чӗререн хисеплӗҫ, Израиль Туррине пуҫҫапӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Иккӗленчӗк чун-чӗреллисем ӑслӑлӑха пӗлӗҫ, пӑхӑнманнисем итлесе пурӑнма вӗренӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Пӑхӑнман ывӑлсене хуйхӑ ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Мансӑрах канашлаҫҫӗ, Манӑн кӑмӑлӑма тивӗҫтермен килӗшӳсем тӑваҫҫӗ, ҫылӑх ҫумне ҫылӑх хушмашкӑн</verse>
				<verse number="2">вӗсем Манран ыйтмасӑрах Египета каяҫҫӗ — вӗсем фараон вӑйӗпе хал илесшӗн, Египет хӳтлӗхне пытанасшӑн.</verse>
				<verse number="3">Анчах та фараон вӑйӗ сире намӑс кӳрекенни пулӗ, Египет хӳтлӗхне пытанни вара — чӗр мӑшкӑл;</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн тесессӗн унӑн улпучӗсем Цоанра ӗнтӗ, элчисем те Ханес патнех ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем пурте хӑйсемшӗн усӑсӑр халӑха пула намӑса юлӗҫ; ҫав халӑхран пулӑшу та, усси те пулмӗ, намӑс та мӑшкӑл ҫеҫ пулӗ.</verse>
				<verse number="6">Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Анчах Египет пулӑшасса кӗтни кӑлӑхах пулӗ; ҫавӑнпа Эпӗ ӑна: «лӳппер Раав» терӗм те.</verse>
				<verse number="8">Халӗ кай ӗнтӗ, ӳлӗмлӗхе, яланлӑха, ӗмӗрлӗхе юлтӑр тесе ҫакна вӗсен хӑмийӗ ҫине ҫырса хур, ҫакна кӗнекене те кӗртсе хӑвар.</verse>
				<verse number="9">Мӗншӗн тесессӗн ку — пӑлхавлӑ халӑх, суя ачисем, Ҫӳлхуҫа саккунне илтесшӗн мар ҫав ачасем,</verse>
				<verse number="10">вӗсем витӗр куракансене: «пулассине ан курӑр», пророксене: «тӗрӗссине ан калӑр — кӑмӑла ҫӗклекеннине пӗлтерӗр, лайӑххине ҫеҫ калӑр;</verse>
				<verse number="11">ҫул ҫинчен кайӑр, сукмакран пӑрӑнӑр; Израиль Святойне пирӗн куҫран ҫухатӑр» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Израиль Святойӗ ҫавӑнпа та ҫапла калать: эсир ҫакӑ сӑмаха сивлетӗр, ултавпа тӗрӗсмарлӑха шанатӑр, ун ҫине тӗревленетӗр,</verse>
				<verse number="13">ҫакӑ усал ӗҫ сирӗншӗн ҫӳллӗ хӳмери ҫурӑк пек, йӑтӑнса анассипе хӑратакан ҫурӑк пек пулӗ; хӳми вара сасартӑк, пӗр самантра, ишӗлсе анӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫав хӳмене Вӑл тӑм савӑта пӗр шелсӗр ҫапса ҫӗмӗрнӗ пек аркатса пӑрахӗ, унӑн ванчӑкӗсем хушшинче пӗр катӑк та — вучахран кӑвар илме юрӑхлӑ, ҫырмаран шыв ӑсма юрӑхлӑ катӑк та — тупаймӑн.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Святойӗ, ҫапла калать: вырӑнтах лӑпланса юлнӑ пулсассӑн, эсир ҫӑлӑнаттӑрччӗ; сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни; анчах эсир апла килӗшмерӗр;</verse>
				<verse number="16">ҫапла каларӑр: «ҫук, эпир ут утланса тарӑпӑр» терӗр, — ҫавӑншӑн таратӑр та ӗнтӗ; «вичкӗннисене утланса тарӑпӑр» — ҫавӑншӑн сире хӑвалаканнисем те вичкӗн пулӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Пӗри хӑратнипе пинӗшӗ тарӗ; пиллӗкӗн хӑратнипе тарсассӑн вара эсир, ҫӑлӑнса юлнисем, ту тӑрринчи патак пек, сӑрт тӑрринчи ялав пек тӑрса юлатӑр.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑнпах Ҫӳлхуҫа сире ҫӑлма васкамасть-ха, сире хӗрхенессине вӑрахлать-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа — тӗрӗслӗх Турри; Ӑна шанса тӑракансем пурте телейлӗ!</verse>
				<verse number="19">Халӑх Сион ҫинче Иерусалимра пурӑнӗ; эсӗ нумаях хӳхлемӗн — эсӗ ӗсӗклесех йӗнине илтсессӗн Вӑл сана каҫарӗ, йӗнине илтсессӗнех сана хуравлӗ.</verse>
				<verse number="20">Хурлӑхлӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа сире ҫӑкӑр, хӗн вӑхӑтра шыв парӗ; Вӑл — сире Вӗрентекен, Вӑл текех сирӗнтен пӑрӑнмӗ, эсир Ӑна хӑвӑр куҫӑрпа курсах тӑрӑр;</verse>
				<verse number="21">эсир сылтӑмалла пӑрӑнсассӑн та, сулахаялла пӑрӑнсассӑн та хӑвӑр хыҫӑрта: «акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» тенине илтетӗр.</verse>
				<verse number="22">Ун чухне эсир кӗмӗлӳпе сӑрнӑ йӗрӗхсене, ылтӑнупа сӑрнӑ йӗрӗхсене ирсӗрлӗх вырӑнне хуратӑр; вара вӗсене йӗрӗнчӗк япалана кӑларса ывӑтнӑ пек кӑларса пӑрахӑн; вӗсене: «таси паха» тейӗн.</verse>
				<verse number="23">Вара Вӑл эсӗ акса хӑварнӑ вӑрлӑх валли ҫумӑр ярса парӗ, тырпулпа ҫӗр ҫимӗҫӗ тулӑх та сӗтеклӗ пулӗ; ҫавӑ кун санӑн кӗтӗвӳсем анлӑ улӑх-ҫаранра ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Уй-хир сухалакан вӑкӑрсемпе ашаксем тӑвар сапнӑ, кӗреҫепе те сенӗкпе сӑвӑрнӑ апат ҫийӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Хӑрушла пӗтерес кун ҫитсессӗн, пашнесем ишӗлсе ансассӑн, кирек хӑш ҫӳллӗ ту ҫинче те, кирек хӑш ҫӳллӗ сӑрт ҫинче те ҫӑлсем тапса тухӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн суранӗсене ҫыхса янӑ чухне, унӑн суранлатнӑ вырӑнӗсене сипленӗ чухне, уйӑх ҫути хӗвел ҫутийӗ пекех пулӗ, хӗвел ҫути вара ҫичӗ хут ҫутӑрах, ҫичӗ кун хушшинчи ҫутӑ чухлех пулӗ.</verse>
				<verse number="27">Акӑ Ҫӳлхуҫа аякран килет, Унӑн ҫилли хыпса ҫунать, ҫулӑмӗ хӑватлӑ, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче — тарӑху, Унӑн чӗлхи — тӗппипе пӗтерекен вут-ҫулӑм,</verse>
				<verse number="28">Вӑл сывлани вара — халӑхсене вилӗм алипе алламашкӑн сарӑлса пынӑҫемӗн мӑй таран хӑпаракан шыв пек; вӑл — халӑхсене йӑнӑш ҫул ҫине илсе каякан ҫӑварлӑх пек.</verse>
				<verse number="29">Сирӗн патӑрта вара, аслӑ уяв каҫӗнчи пек, юрлани илтӗнсе тӑрӗ, Турӑ тӑвӗ ҫине, Израиль тӗрекӗ патне шӑхличӗ каласа улӑхакан ҫын пек пӗтӗм чун-чӗререн савӑнӑн.</verse>
				<verse number="30">Ҫӳлхуҫа кисретӳллӗ сассипе кӗмсӗртеттерсе ярӗ те хаяр ҫилӗре, хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑмра, ҫил-тӑвӑлра, шыв тулнинче, шултӑра чул евӗрлӗ пӑр тӑкӑннинче Унӑн хӑватлӑ аллине, тавӑракан аллине курӗҫ.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа сассине илтсессӗн, Ассур чӗтресе ӳкӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна хӑйӗн туйипе аркатса тӑкӗ.</verse>
				<verse number="32">Ун ҫине тӑснӑ Ҫӳлхуҫа туйи аркатнӑ хушӑра тӳнкӗрпе кӗсле сасси илтӗнсе тӑрӗ, Вӑл ӑна хирӗҫ тӗппипе пӗтерекен вӑрҫӑпа тухӗ.</verse>
				<verse number="33">Тофет тахҫанах хатӗр ӗнтӗ; ӑна патша валли те хатӗрленӗ, тарӑн та сарлака вӑл; унта кӑварӗ те, вутти те нумай; Ҫӳлхуҫа вӗрсе илӗ те — вӑл кӳкӗрт сапнӑ пек хыпса илӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Пулӑшу ыйтса Египета каякансене, вӗсен учӗсене, ҫар урапийӗсене шанакансене хуйхӑ ҫитӗ: вӗсем ӗнтӗ урапи нумай, юланутҫисем питех те паттӑр теҫҫӗ, вӗсем Израиль Святойӗ енне пӑхмаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫаран пулӑшу ыйтмаҫҫӗ!</verse>
				<verse number="2">Анчах Унра — пӗтӗм ӑслӑлӑх; инкек ярӗ, Хӑйӗн сӑмахне каялла тумӗ; ҫылӑхлисен килне хирӗҫ, йӗркесӗр пурӑнакансен пулӑшӑвне хирӗҫ ҫӗкленӗ.</verse>
				<verse number="3">Египет ҫыннисем — этем кӑна, Турӑ мар; учӗ-урхамахӗ те — ӳт кӑна, сывлӑш-хӑват мар. Ҫӳлхуҫа аллине тӑсӗ те — хӳтӗлекенӗ такӑнӗ, хӳтлӗх тупнийӗ кайса ӳкӗ, вара пурте пӗрле пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑйне чылай кӗтӳҫӗ ӗрленине уяман арӑслан пек, вӗсен шӑв-шавӗнчен шикленмен, вӗсем йышлӑ пулнинчен хӑрамасӑр тупӑшӗ патӗнчен чакман выҫӑ арӑслан пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион ҫине анӗ, ҫак сӑртшӑн ҫапӑҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Кайӑк чӗпписене хӳтӗленӗ пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа Иерусалима хупӑрласа тӑрӗ, хӳтӗлӗ, ирӗке кӑларӗ, хӗрхенӗ, ҫӑлса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="6">Израиль ывӑлӗсем, хӑвӑр Камран пӑрӑнса кайрӑр — Ҫавӑн патнех пырӑр!</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑ кун кирек кам та хӑйӗн кӗмӗл йӗрӗхӗсемпе ылтӑн йӗрӗхӗсене, хӑвӑр аллӑрсем хӑвӑра ҫылӑха кӗртме ӑсталанӑскерсене, пуҫҫапма пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="8">Ассур этемӗн хӗҫне пула пӗтмӗ, этемӗн хӗҫӗ тивмӗ ӑна — хӗҫрен тарса хӑтӑлӗ вӑл, унӑн яш ачисем вара тыткӑна лексе чура пулӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Сехӗрленсе ӳкнӗ Ассур хӑй тӗрекӗ умӗнченех чупса иртсе кайӗ; унӑн ҫулпуҫӗсем ялавран хӑраса ӳкӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн вучӗ — Сион ҫинче, вучахӗ — Иерусалимра.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Акӑ Патша патшалӑха тӳрӗлӗхпе тытса тӑрӗ, аслӑ ҫынсем саккуна пӑхӑнса, тӗрӗссине туса тӑрӗҫ;</verse>
				<verse number="2">вӗсем кашнийӗ ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх пек, пушхирти ҫӑлкуҫӗ пек, ҫунса-ӗнсе выртакан ҫӗрти ҫӳллӗ тӑвӑн сулхӑн ӗмӗлки пек пулӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Вара куракансен куҫӗсем хупӑнмӗҫ, илтекенсен хӑлхисем тӑнласах тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӑмӑлттайсен чӗри те тӗплӗн шухӑшлама пуҫлӗ; селӗп чӗлхеллисем те уҫӑмлӑн калаҫӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ӗнтӗ ӑссӑра чаплӑ ҫын темӗҫ, ултавҫӑна вӑл тӳрӗ этем тесе хисеплемӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ӑссӑр ҫын ухмах сӑмах калать, унӑн чӗри усал ӗҫ тӗвӗлет: вӑл ултавлӑ ӗҫ тӑвасшӑн, Ҫӳлхуҫана хурласшӑн, выҫӑ чуна ҫӑкӑрсӑр хӑварасшӑн, ӑшӗ хыпнипе ҫунаканран шывне туртса илесшӗн.</verse>
				<verse number="7">Усал этемӗн ӗҫӗсем те — тӗп тӑвакан ӗҫсем: вӑл усал кавар хатӗрлет, чухӑн ҫын айӑпсӑр пулсассӑн та, ӑна суя сӑмахпа пӗтересшӗн.</verse>
				<verse number="8">Тӳрӗ ҫын шухӑшлама та тӳрри ҫинчен шухӑшлать, тӗрӗссишӗн вӑл ҫирӗп тӑрать.</verse>
				<verse number="9">Ҫӑмӑлттай арӑмсем! тӑрӑр, манӑн сасса тӑнлӑр; вӗлтӗркке хӗрсем! хӑлхӑра ман сӑмах енне тайӑр!</verse>
				<verse number="10">Ҫулталӑк та темиҫе кунранах сехӗрленсе ӳкетӗр эсир, ҫӑмӑлттайсем! иҫӗм татасси пулаймӗ, тырӑ вырас вӑхӑт ҫитеймӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара, вӗлтӗрккесем, хӑраса каятӑр! ҫӑмӑлттайсем, сехӗрленсе ӳкетӗр! тумӑрсене хывса пӑрахӑр, ҫарамасланӑр, ӗнтӗ хуйхӑ кӗпипе витӗнӗр.</verse>
				<verse number="12">Ытарайми уй-хиршӗн, тулӑхлӑ иҫӗм пултранкишӗн кӑкӑра ҫапсах кулянӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ман халӑхӑмӑн ҫӗрӗ ҫинче йӗплӗ курӑк та ҫумкурӑкӗ ӳсӗ, хавас шавлӑ хулари савӑнӑҫлӑ ҫуртсенче те ҫапла пулӗ,</verse>
				<verse number="14">мӗншӗн тесессӗн керменсене пӑрахса хӑварӗҫ; шавлӑ хуларан тухса кайӗҫ; вара пирӗн ҫине тӳперен Сывлӑш аниччен, пушхир сат пулса тӑриччен, сат пахчине вӑрман тесех шутлама пуҫличчен Офел сӑрчӗпе пашне хир ашакӗсемпе кӗтӳсемшӗн ту хушӑкӗ вырӑнне пулӗҫ, вӗсем ҫавӑнта хӳтлӗх тупӗҫ.</verse>
				<verse number="15"></verse>
				<verse number="16">Ун чухне ҫакӑ пушхире сут ҫитӗ, тулӑх ҫӗрлӗ хирте тӳрӗ сут тӑрӗ.</verse>
				<verse number="17">Тӳрӗлӗхӗн ӗҫӗ тӑнӑҫлӑх пулӗ, тӳрӗ сутӑн ӗҫӗ ӗмӗрлӗх лӑпкӑ та тӑнӑҫ самана пулӗ.</verse>
				<verse number="18">Вара манӑн халӑхӑм тӑнӑҫлӑ вырӑнта, шанчӑклӑ ял-хулара, телейлисем канлӗх куракан ҫӗрте пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ пӑр вӑрман ҫине ӳкӗ, хула ишӗлсе анӗ.</verse>
				<verse number="20">Шывсем ҫывӑхне акакансем, вӑкӑрпа ашака унта кӗтсе ҫӳрекенсем, телейлӗ эсир!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Эй тустаракан, сана тустарманччӗ-ха, эй ҫаратакан, сана ҫаратманччӗ-ха, акӑ сана хуйхӑ ҫитӗ! Хӑв тустарса пӗтерсессӗн хӑвна та тустарӗҫ; хӑв ҫаратса пӗтерсессӗн хӑвна та ҫаратӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫамӑр! каҫар пире; эпир Сана шанса тӑратпӑр; мӗн иртенпех пирӗн вӑй-халӑмӑр, йывӑр вӑхӑтра пирӗн ҫӑлӑнӑҫӑмӑр пулсамччӗ.</verse>
				<verse number="3">Санӑн хӑрушӑ сассуна илтсе халӑхсем тарма пуҫлӗҫ; Эсӗ ҫӗкленсессӗн ӑрусем сапаланӗҫ,</verse>
				<verse number="4">лӗпӗш хурчӗ епле ҫаратса хӑварать, сирӗн тупӑшӑра ҫапла ҫаратӗҫ, ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ пек тапӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Тӳпере пурӑнакан Ҫӳлхуҫамӑр аслӑ; Сионра Вӑл тӳрӗ сутпа чӑнлӑха ҫирӗплетрӗ.</verse>
				<verse number="6">Саншӑн лӑпкӑ самана ҫитӗ, ҫӑлӑнӑҫ та, ӑслӑлӑх та, Турра пӗлни те туп-тулли пулӗ, Ҫӳлхуҫаран хӑрани санӑн иксӗлми мулу пулӗ.</verse>
				<verse number="7">Акӑ вӗсен паттӑрӗсем урамра кӑшкӑраҫҫӗ; килӗшӳ ыйтма янӑ элчӗсем татӑлсах йӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫулсем пушаннӑ; ҫӳревҫӗсем ҫук; вӑл килӗшӗве татнӑ, хуласене аркатнӑ — ҫынсене нимӗн вырӑнне те хумасть.</verse>
				<verse number="9">Ҫӗр пӑшӑрханать, типет; Ливан намӑса юлчӗ, шанса кайрӗ; Сарон пушхир евӗрлӗ пулчӗ, Васан та, Кармил та — ҫулҫӑсӑр, ҫаралса юлчӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Паян Эпӗ ҫӗкленӗп, тет Ҫӳлхуҫа, паян аслӑлӑхӑма кӑтартӑп, паян ҫӗкленӗп.</verse>
				<verse number="11">Эсир утӑпа пӗтӗленнӗ, ҫуратма вара улӑм ҫуратса паратӑр; Манӑн сывлӑшӑм — вут-ҫулӑм, вӑл сире ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="12">Халӑхсем ӗнтӗ ҫунакан акшар пек пулӗҫ, касса тӑкнӑ йӗплӗ тӗм пек, вут-ҫулӑмпа ҫунса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Эй аякрисем, Эпӗ мӗн тӑвассине итлӗр-ха; ҫывӑхрисем, эсир те Манӑн хӑватӑма курӑр.</verse>
				<verse number="14">Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?»</verse>
				<verse number="15">Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать —</verse>
				<verse number="16">ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.</verse>
				<verse number="17">Санӑн куҫу Патшана илемлӗн те чаплӑн курӗ, Эсӗ аякри ҫӗре те курӑн.</verse>
				<verse number="18">Унчченхи тискерлӗхсене аса илӗн те: «хырҫӑ тӳлемеллине ҫырса ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши? куланая виҫекенӗ ӑҫта-ши? пашнесене тӗрӗслесе ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши?» тейӗн.</verse>
				<verse number="19">Хаяр халӑха, тӗлсӗр-йӗрсӗр, уҫӑмсӑр калаҫакан халӑха, ӑнланмалла мар чӗлхепе пуплекен халӑха текех курмӑн та эсӗ.</verse>
				<verse number="20">Сион ҫине, хамӑр уявсенче халӑх пухӑнакан хула ҫине, пӑхса ил-ха; санӑн куҫусем Иерусалима, канӑҫлӑх вырӑнне, пӗр хускалмасӑр ларакан кӗлӗ чатӑрне курӗҫ; унӑн юписене нихӑҫан та кӑлармӗҫ, ӗнтӗ унӑн пӗр вӗренӗ те татӑлас ҫук.</verse>
				<verse number="21">Пирӗн унта юханшывсем вырӑнне, алтса тунӑ шыв ҫулӗсем вырӑнне аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр пулӗ; унта кӗсменлӗ пӗр кимӗ те кӗреймӗ, пысӑк карап та иртеймӗ:</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа — пирӗн тӳре, Ҫӳлхуҫа — пирӗн саккунҫӑ, Ҫӳлхуҫа — пирӗн патша; Вӑл пире ҫӑлӗ.</verse>
				<verse number="23">Санӑн вӗренӳсем пушаннӑ, карап юпине тытса тӑраймаҫҫӗ, парӑса карӑнтарма пултараймаҫҫӗ. Ун чухне суккӑррисем те пысӑк тупӑш пайлӗҫ, ӗнтӗ уксаххисем те ҫаратма тухса чупӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнта пурӑнакан халӑхӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ, ҫавӑнпа пӗри те: «эпӗ чирлӗ» тесе каламӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Эй халӑхсем, килӗр, эй йӑхсем-ӑрусем, итлӗр те тӑнлӑр! ҫӗр те, ун ҫинче мӗн пурри те, ҫут тӗнче те, унта ҫуралакансем те — пурте илтчӗр!</verse>
				<verse number="2">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫилли пур халӑх ҫинче, Унӑн хаярлӑхӗ вӗсен мӗнпур эшкерӗ ҫинче тӑрать. Вӑл вӗсене пӗтмелле тупаларӗ, вӗсене вӗлерме тытса пачӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсен вӗлерсе пӑрахнӑ ҫыннисем сапаланса выртӗҫ, вӗсен виллисенчен усал шӑршӑ сарӑлӗ, вӗсен юнӗпе тусем-сӑртсем исленӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Тӳпери мӗнпур ҫар каврайса кӗлленӗ; пӗлӗтсем хут чӗркемӗ пек пӗтӗрӗнӗҫ; вара вӗсен пӗтӗм ҫарӗ иҫӗм пултранки ҫинчен ӳкекен ҫулҫӑ пек, смоква йывӑҫӗн типнӗ ҫулҫи пек тӑкӑнӗ.</verse>
				<verse number="5">Тӳпере Манӑн хӗҫӗм курӑнчӗ: акӑ вӑл сут тумашкӑн Эдом ҫине, Эпӗ пӗтермелле тупаланӑ халӑх ҫине анать.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ юнпа тӑранӗ, ҫупа самӑрланӗ, путексен, качака такисен юнӗпе, сурӑх пӳрисенчен илнӗ ҫупа самӑрланӗ: Восорта — Ҫӳлхуҫа парнийӗ, Эдом ҫӗрӗнче пусса памалли нумай-ха.</verse>
				<verse number="7">Вӗсемпе пӗрле хир вӑкӑрӗсем, вӑкӑрсемпе пӗрле пӑрусем те тӗшӗрӗлсе анӗҫ — вӗсенӗн ҫӗрӗ юнпа шӑварӑнӗ, тӑприйӗ ҫупа исленӗ,</verse>
				<verse number="8">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн тавӑру кунӗ, Сионшӑн тавӑрмалли ҫулталӑкӗ ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="9">Унӑн юханшывӗсем сӑмала пулӗҫ, унӑн тӑприйӗ кӳкӗрт пулӗ; унӑн ҫӗрӗ ҫунса тӑракан сӑмала пулӗ:</verse>
				<verse number="10">кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сӳнмӗ; унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗрӗпех йӑсӑрланса тӑрӗ; ҫӗр вара йӑхран йӑхах пуш-пушӑ выртӗ; ун ҫийӗн ӗмӗрӗпе те никам та утса иртеймӗ;</verse>
				<verse number="11">унта тӑманапа чӗрӗп хуҫаланӗ; вӑл ҫӗре ӳхӗпе ҫӑхан вырӑнаҫӗ; аркатма палӑртса вӗрен карӑнтарӗҫ, ӑна тӳп-тӳрӗ антарӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисенчен патшана лартма юрӑхли пӗр никам та юлмӗ, улпучӗсем те ниме тӑман ҫынсем пулса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Керменӗсем йӗплӗ курӑк айне, керемӗсем вӗлтӗренпе куршанак айне пулӗҫ, ҫав ҫӗр шакалсен килӗ, страуссен хӳтлӗхӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӑна пушхир кайӑкӗсемпе хир кушакӗсем иленӗҫ, унта арҫурисем кӑшкӑрашса хире-хирӗҫ сас парӗҫ; унта ҫӗрлехи ӗмӗлке канма пырӗ, хӑйне валли канӑҫлӑх тупӗ.</verse>
				<verse number="15">Унта вӗҫекен ҫӗлен йӑва ҫавӑрӗ, ҫӑмарта туса чӗпӗ кӑларӗ, вӗсене хӑй хӳтлӗхне пуҫтарӗ; унта хӑлатсем пухӑнӗҫ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫсе анӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа кӗнекинче шыраса тупӑр та вулӑр; вӗсенчен нихӑшӗ те килмесӗр юлмӗ; пӗри тепӗрне ылмаштармӗ: вӗсене Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ хушса каланӑ, вӗсене Унӑн сывлӑшӗ хӑй пуҫтарӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл Хӑй вӗсене шӑпа кӑларса панӑ, Унӑн алли ҫав ҫӗре вӗсене виҫсе уйӑрса панӑ; вӗсем унта ӗмӗрӗпех хуҫаланӗҫ, ӑруран ӑрӑва ҫавӑнта пурӑнӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Пушхир, типӗ ҫӗр хӗпӗртенӗ, этем пурӑнман ҫӗр хавасланӗ, нарцисс евӗр чечекленӗ;</verse>
				<verse number="2">ытарайми чечекленӗ, савӑнӗ, хӗпӗртенӗ, хавасланӗ; ӑна Ливанӑн мухтавӗ, Кармилпа Саронӑн чаплӑлӑхӗ ҫитӗ. Вара Ҫӳлхуҫанӑн мухтавлӑхне, Туррӑмӑрӑн аслӑлӑхне курӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Халсӑрланнӑ алӑсене ҫирӗплетӗр, чӗтрекен чӗркуҫҫисене хытарӑр;</verse>
				<verse number="4">хавшак чунлисене калӑр: «тӗреклӗ тӑрӑр, ан хӑрӑр; акӑ сирӗн Туррӑр, ӗнтӗ тавӑру, Турӑ тавӑрасси килет; Вӑл килӗ, ҫӑлӗ сире».</verse>
				<verse number="5">Ун чухне суккӑррисен куҫӗ курма пуҫлӗ, илтменнисен хӑлхийӗ уҫӑлӗ.</verse>
				<verse number="6">Ун чухне уксаххи пӑлан пек сиксе тӑрӗ, чӗлхесӗррин чӗлхи юрласа ярӗ; ӗнтӗ пушхирте шывсем тапса тухӗҫ, ҫеҫенхирте юхӑм шыв юхма пуҫлӗ.</verse>
				<verse number="7">Куҫа шыв пек курӑнни — кӳлӗ, типсе хӑрӑннӑ ҫӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ; шакал канӑҫлӑх курса пурӑнакан ҫӗрсенче чаканпа хӑмӑш ӳсе пуҫлӗ.</verse>
				<verse number="8">Унта аслӑ ҫул пулӗ, ҫав ҫӳрекен ҫула сӑваплӑ ҫул тейӗҫ: таса марри вӑл ҫулпа ҫӳреймӗ; вӑл пӗр вӗсем валли ҫеҫ пулӗ; ҫав ҫулпа ҫӳрекенсем, пӗлсех каймаҫҫӗ пулин те, аташмӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Унта арӑслан пулмӗ, тискер кайӑк та ун ҫине пырса пусаймӗ; ӑна валли унта вырӑн пулмӗ, ҫав ҫулпа ҫӑлӑннисем ҫеҫ ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа хӑтарса хӑварнисем каялла таврӑнӗҫ, Сион ҫине килнӗ чухне хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗҫ; вӗсен пуҫӗ ҫийӗнче ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ тӑрӗ; вӗсем савӑнӑҫпа телей тупӗҫ, хурланасси, ассӑн сывласси ҫухалӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулине хирӗҫ тапранса тухнӑ та пӗтӗмпех ярса илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Ассири патши вара Лахис хулинчен Иерусалима Езекия патша патне Рабсакпа пӗрле пысӑк ҫар янӑ; лешӗ пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче, чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ун патне кермен пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах тухнӑ.</verse>
				<verse number="4">Рабсак вӗсене ҫапла каланӑ: Езекияна пӗлтерӗр: аслӑ патша, Ассири патши, ҫапла калать, тейӗр: мӗн шанӑҫӗ пур санӑн, эсӗ кама шанатӑн?</verse>
				<verse number="5">Пушӑ сӑмах ҫеҫ калатӑн эсӗ: вӑрҫӑ вӑрҫма вара ӑспуҫ тата вӑй кирлӗ: манран уйӑрӑлса, халӗ эсӗ кама шанса тӑратӑн?</verse>
				<verse number="6">Эсӗ акӑ Египет ҫине, ҫавӑ хуҫӑк туя ҫине, тӗревленме шутлатӑн; вӑл туя хӑй ҫине таянаканӑн аллине тӑрӑнса шӑтарсах тухӗ! Фараон, Египет патши, хӑйне шанса тӑракансемшӗн шӑп ҫавӑн пек пулать те.</verse>
				<verse number="7">Эхер те эсӗ мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗн пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «ҫакӑ парне вырӑнӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ. Ҫав Турра шанатӑр-и эсир? тет, тейӗр.</verse>
				<verse number="8">Эппин, эсӗ манӑн хуҫампа, Ассири патшипе, килӗштер: эпӗ сана икӗ пин урхамах паратӑп; вӗсем валли ҫавӑн чухлӗ юланутҫӑ тупма пултараятӑн-и?</verse>
				<verse number="9">Эсӗ ман хуҫамӑн чурисенчен — ҫарпуҫсенчен — пӗрне те пулин, чи вӑйсӑррине те пулин, каялла чактарма пултараятӑн-и? Египетӑн ҫар урапийӗсене, утлӑ ҫарне шанатӑн-и?</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑ ҫӗре аркатмашкӑн эпӗ кунта Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр килнӗ-и? Ҫӳлхуҫа мана: «ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна» терӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ хӑвӑн чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Рабсак каланӑ вара: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ӗнтӗ Рабсак тӑнӑ та хыттӑн кӑшкӑрса еврейла пӗлтернӗ, ҫапла каланӑ: эй аслӑ патшанӑн, Ассири патшийӗн, сӑмахне итлӗр!</verse>
				<verse number="14">Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ҫӑлма пултараймасть;</verse>
				<verse number="15">«пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.</verse>
				<verse number="16">Езекияна ан итлӗр: Ассири патшийӗ ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр.</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18">Ҫапла вара Езекия: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе ан илӗрттӗр сире. Халӑхсене хӑйсен туррисем Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ-и? пӗр турри те пулин хӑй ҫӗрне ҫӑлайрӗ-и?</verse>
				<verse number="19">Емаф тата Арпад туррисем ӑҫта халь? Сепарваим туррисем ӑҫта? Самарие манӑн аллӑмран хӑтарайрӗҫ-и вӗсем?</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑ ҫӗрсен мӗнпур турринчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӗрне манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварчӗ-и? Ҫӳлхуҫа Иерусалима манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварайӗ-ши вара? тет манӑн патшамӑм, тенӗ Рабсак.</verse>
				<verse number="21">Анчах та лешӗсем чӗнмен, ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн патша хытарсах каласа хунӑ пулнӑ: «ӑна нимӗн те ан калӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вара Елиаким — Хелкия ывӑлӗ, патша керменӗн пуҫлӑхӗ — тата Севна ҫыруҫӑ, тата Асаф ывӑлӗ Иоах, самана ҫыруҫи, ҫири тумне туртса ҫурнӑскерсем, Езекия патне ҫитсе ӑна Рабсак сӑмахӗсене каласа панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="37">
				<verse number="1">Ҫакна илтсессӗн Езекия патша ҫири тумне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл патша керменӗн пуҫлӑхне Елиакима, Севна ҫыруҫӑна тата аслӑ священниксене, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсене, Исаия пророк патне, Амос ывӑлӗ патне, янӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем ӑна каланӑ: Езекия ҫапла калать: ҫакӑ кун — хурлӑх кунӗ, хаса тӳсмелли, мӑшкӑл курмалли кун: ӗнтӗ ачисем амӑшӗн варӗнчен тухасси патнех ҫитнӗ, анчах ҫуратма вӑй ҫук.</verse>
				<verse number="4">Тен, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру Рабсак сӑмахӗсене илтӗ: ӑна хуҫи, Ассири патши, кунта чӗрӗ Турра хурлама, хӑртма янӑ, Ҫӳлхуҫа Турру илтнӗ сӑмахсемпе хӑртма янӑ; чӗрӗ юлнисемшӗн, сыввисемшӗн, кӗлтусамччӗ, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла Езекия патша тарҫисем Исаия патне пынӑ.</verse>
				<verse number="6">Исаия вӗсене каланӑ: хуҫӑра ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тейӗр: Ассири патшийӗн тарҫисем Мана хӑртса каланӑ сӑмахсенчен, хӑв та илтнӗ сӑмахсенчен, ан хӑра.</verse>
				<verse number="7">Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те, вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Рабсак каялла Ассири патши патне таврӑннӑ, лешӗ ун чухне Лахис патӗнчен кайса Ливнӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ассири патши ӗнтӗ Эфиопи патши Тиргак ҫинчен хыпар илтнӗ; ӑна: Тиргак санпа ҫапӑҫма килет, тенӗ. Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ:</verse>
				<verse number="10">Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.</verse>
				<verse number="11">Ассири патшисем хӑйсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗрсене мӗн-мӗн тунине, вӗсене тӗппипех пӗтермелле тупаланине эсӗ илтнех ӗнтӗ — эсӗ тӗрӗс-тӗкел юлайӑн-ши вара?</verse>
				<verse number="12">Пирӗн аттесем аркатса тӑкнӑ халӑхсен туррисем ҫӑлса хӑварайнӑ-и вӗсене? Гозана, Хорана, Рецефа, Фалассарти Еден ывӑлӗсене ҫӑлайнӑ-и?</verse>
				<verse number="13">Емаф патши, Арпад патши ӑҫта, Сепарваим хулин патши ӑҫта, Ена тата Ивва патшисем ӑҫта халь? тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Езекия элчӗсен аллинчи ҫырӑва илсе вуланӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, Езекия ҫырӑва Ҫӳлхуҫа умне уҫса хунӑ.</verse>
				<verse number="15">Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтунӑ, ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="16">эй херувимсем ҫинче ларакан Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ! Эсӗ — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхӑн пӗртен-пӗр Туррийӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӑлхуна тайсамччӗ, илтсемччӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑр, куҫна уҫсамччӗ, курсамччӗ, Сана, чӗрӗ Турра, хӑртма ҫын янӑ Сеннахирим сӑмахне илтсемччӗ!</verse>
				<verse number="18">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем ҫӗршывсене, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ,</verse>
				<verse number="19">вӗсен туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул, ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Мана Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа кӗлтурӑн.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа ун пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран, Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.</verse>
				<verse number="23">Кама хурларӑн, кама хӑртрӑн эсӗ? кама кӑшкӑрсах ятларӑн? кам умӗнче пуҫна каҫӑртрӑн? Израиль Святойӗ умӗнче!</verse>
				<verse number="24">Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм;</verse>
				<verse number="25">ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.</verse>
				<verse number="26">Эпӗ сӗм авалах ҫапла тунине эсӗ илтмен-им вара? Эпӗ ҫакна авалхи кунсенчех палӑртса хунӑ, халӗ пурӑнӑҫа килтертӗм: эсӗ тӗреклӗ хуласене аркататӑн, вӗсенчен ишӗлчӗк купи тӑватӑн.</verse>
				<verse number="27">Унта пурӑнакансем халсӑрланчӗҫ, чӗтреҫҫӗ, намӑс кураҫҫӗ. Вӗсем халӗ — хирти курӑк пек, имшер калча пек, ҫурт тӑррине шӑтнӑ хунав пек, пучаха ларичченех вӗтеленнӗ тырпул пек.</verse>
				<verse number="28">Ларатӑн-и эсӗ, тухатӑн-и, кӗретӗн-и — Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп, эсӗ Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнине те пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="29">Ҫапла Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнӑшӑн, эшкерӳсен Ман патӑмах ҫитнӗ шавӗшӗн сӑмсунтан Хамӑн ункӑна тирсе ярӑп, ҫӑварна Хамӑн ҫӑварлӑха хыптарӑп, вара сана хӑв килнӗ ҫулпах каялла ҫавӑрса ярӑп.</verse>
				<verse number="30">Езекия, акӑ сана паллӑ паратӑп: кӑҫал эсир иртнӗ ҫулхи тырра, килес ҫул хӑй тӗллӗн ӳссе пиҫнине ҫийӗр; виҫҫӗмӗш ҫулне вара акӑр та вырса илӗр, иҫӗм пахчийӗсем лартӑр та вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр.</verse>
				<verse number="31">Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлнӑ йӑлкӑм каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ:</verse>
				<verse number="32">Иерусалимран йӑлкӑм тухӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ. Саваоф Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе-хытӑ тӑнипе пулӗ ку.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана кӗреймӗ, ҫӗмренне унта переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ.</verse>
				<verse number="34">Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ,</verse>
				<verse number="35">Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="36">Вара Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫитнӗ те Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче ҫӗр сакӑрвунӑ пилӗк пин ҫынна тӗп тунӑ. Ирхине тӑраҫҫӗ те — акӑ пурте вилӗ выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="37">Сеннахирим ӗнтӗ, Ассири патши, каялла чакнӑ, каялла таврӑннӑ, кайран вара Ниневире пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл хӑй туррин, Нисрохӑн, ҫуртӗнче кӗлтунӑ вӑхӑтра ӑна ывӑлӗсем, Адрамелех тата Шарецер, хӗҫпе касса вӗлернӗ, хӑйсем вара Арарат ҫӗрне тухса тарнӑ. Ун вырӑнне патшана Асардан, унӑн ывӑлӗ, ларнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="38">
				<verse number="1">Ҫавӑ кунсенче Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ. Ун патне Исаия пророк, Амос ывӑлӗ, пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑн килӳ валли халал хӑвар: эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн, тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ:</verse>
				<verse number="3">эй Турӑҫӑм! эпӗ Санӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Сана чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ. Езекия ӗсӗклесех йӗрсе янӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара Исаийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="5">кай та Езекияна кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Туррийӗ, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм, акӑ ӗнтӗ санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп,</verse>
				<verse number="6">сана тата ҫакӑ хулана Ассири патши аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана хӳтӗлетӗп.</verse>
				<verse number="7">Сана Ҫӳлхуҫаран паллӑ пулӗ, ку — Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ сӑмаха пурӑнӑҫланине пӗлтерекен паллӑ.</verse>
				<verse number="8">Акӑ Ахаз картлашкийӗсем ҫине ӳкнӗ хӗвел мӗлкине Эпӗ вунӑ картлашка каялла шутарӑп, тенӗ. Вара хӗвел каялла чакнӑ, мӗлке те вунӑ картлашка каялла шунӑ.</verse>
				<verse number="9">Езекия, Иудея патши, хӑй чирленӗ чухне тата чиртен сывалса ҫитсессӗн тунӑ кӗлӗ:</verse>
				<verse number="10">«ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: ӗмӗрӗм варринчех ҫӗр тӗпӗн хапхинчен кӗмелле иккен манӑн; эпӗ юлашки ҫулсемсӗр юлтӑм.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫана кураймӑп, Ҫӳлхуҫана чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче кураймӑп; ҫак тӗнчере пурӑнакан ҫынсене те эпӗ урӑх кураймӑп;</verse>
				<verse number="12">кӗтӳҫӗ хӳшшине куҫарнӑ пек, манӑн килӗме вырӑнӗнчен куҫараҫҫӗ, ман патӑмран илсе каяҫҫӗ; пир тӗртекенӗ пирне тӗркеленӗ пек, манӑн та пурӑнӑҫӑма тӗркелес пулать-мӗн; мана Вӑл пир кумминчен касса пӑрахӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм.</verse>
				<verse number="13">Ирчченех кӗтрӗм эпӗ; арӑслан пек, Вӑл манӑн пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑма тӗпретрӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм.</verse>
				<verse number="14">Сассӑм тӑрна сасси, чӗкеҫ сасси евӗрлех, кӑвакарчӑн евӗр йынӑшрӑм эпӗ; куҫӑм вӗҫсӗр тӳпенелле пӑхса ӗшенчӗ: эй Турӑҫӑм! йывӑр-ҫке мана, ҫӑлсамччӗ мана.</verse>
				<verse number="15">Мӗнех калайӑп? Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп.</verse>
				<verse number="16">Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн.</verse>
				<verse number="17">Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн.</verse>
				<verse number="18">Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».</verse>
				<verse number="21">Исаия каланӑ: смоква касӑкӗ илсе килччӗр те юхан-сурана ҫавӑнпа ҫавӑрса ҫыхчӑр; вара вӑл сывалать, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Езекия ӗнтӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳрессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ-ши? тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="39">
				<verse number="1">Ҫавӑ вӑхӑтра Меродах Валадан — Валадан ывӑлӗ, Вавилон патши — Езекия патне ҫыру тата парнесем ҫитернӗ: вӑл Езекия чирлени, сывални ҫинчен илтнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Езекия хӑй патне килнӗ элчӗсене хапӑлласа йышӑннӑ, вӗсене кермен управӑшӗсене, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне, хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, хӑй ҫуртӗнчи пӗтӗм хаклӑ япалине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.</verse>
				<verse number="3">Исаия пророк вара Езекия патша патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: ку ҫынсем мӗн каларӗҫ? вӗсем сан патна ӑҫтан килсе ҫитрӗҫ? тенӗ. Езекия: аякри ҫӗртен, Вавилонран, килнӗ вӗсем, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Исаия: вӗсем санӑн ҫуртӑнта мӗн-мӗн курчӗҫ? тенӗ. Езекия каланӑ: ман ҫуртӑмра мӗн пур — пӗтӗмпех курчӗҫ; вӗсене пурлӑх управӑшӗсенче мӗн пуррине пӗтӗмпех кӑтартрӑм, кӑтартманни нимӗн те хӑвармарӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле:</verse>
				<verse number="6">акӑ вӑхӑт ҫитӗ те, ҫуртӑнта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.</verse>
				<verse number="7">Ывӑлусене те — хӑвӑнтан ҫуралнӑ, хӑв ҫураттарнӑ ывӑлусене те — илсе кайӗҫ, вӗсем ӗнтӗ Вавилон патши керменӗнчи хайрансем пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Езекия вара Исаийӑна каланӑ: эсӗ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ырӑ, тенӗ; унтан ҫапла хушса хунӑ: эпӗ пурӑннӑ чухне тӑнӑҫлӑх та ырӑ пурӑнӑҫ пултӑрччӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="40">
				<verse number="1">Йӑпатӑр, Манӑн халӑхӑма йӑпатӑр, тет сирӗн Туррӑр;</verse>
				<verse number="2">Иерусалимпа ӑшшӑн калаҫӑр, пӗлтерӗр ӑна: ун кӗрешӗвӗн вӑхӑчӗ тулчӗ, ӗнтӗ ӑна хаса панӑ: айӑпне пӑрахӑҫланӑ, пӗтӗм ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ӑна икӗ хут тавӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="3">Чӗнсе калани илтӗнет: пушхирте Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Туррӑмӑр валли ҫеҫенхирте сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр.</verse>
				<verse number="4">Айлӑм вырӑнсем пурте хӑпарччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр.</verse>
				<verse number="5">Вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ килӗ, кирек кам та [Турӑ ҫӑлнине] курӗ: ҫапла пулассине Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ.</verse>
				<verse number="6">Сасӑ: «пӗлтер!» тет. «Мӗн пӗлтермелле-ха манӑн?» терӗм. «Кирек хӑш этем те — курӑк, унӑн пӗтӗм илемӗ — хирти чечек пек.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа ун ҫине вӗрет те — хӑрать курӑк, тӑкӑнать чечекӗ: халӑх та ҫаплах — курӑк ҫеҫ.</verse>
				<verse number="8">Курӑк хӑрать, чечек тӑкӑнать, Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать».</verse>
				<verse number="9">Ырӑ хыпар пӗлтерекен Сион, ҫӳллӗ ту ҫине улӑх! Ырӑ хыпар пӗлтерекен Иерусалим, сассуна хӑпарт, вӑйлӑлат! Вӑйлӑлат сассуна, ан хӑра; Иуда хулисене кала: акӑ сирӗн Туррӑр!</verse>
				<verse number="10">Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑватлӑн килет, Унӑн вӑй-халӗ — виҫесӗр. Акӑ Унӑн парни те Хӑйпе пӗрлех, тавӑрса парасси те — Хӑй умӗнчех.</verse>
				<verse number="11">Хӑйӗн кӗтӗвне Вӑл кӗтӳҫӗ пекех сыхлӗ; путеккисене алли ҫине илӗ те кӑкӑрӗ умӗнче ҫӗклесе ҫӳрӗ, сӑваканнисене ҫавӑтса пырӗ.</verse>
				<verse number="12">Тинӗссене хӑйӗн ывӑҫӗпе ӑсса виҫекенӗ, пӗлӗтсене шичӗпе шитлесе тухаканӗ, ҫӗр тӑприне виҫев савӑтне кӗртекенӗ, тусене тараса ҫине, сӑртсене виҫев ҫатми ҫине хурса виҫекенӗ кам вӑл?</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа сывлӑшне кам пӗлейнӗ, Ӑна кам канаш панӑ, Ӑна кам вӗрентнӗ?</verse>
				<verse number="14">Кампа канашлать Вӑл, кам ӑс парать Ӑна, тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине Ӑна кам кӑларать, Ӑна кам пӗлӳ парса вӗрентет, ӑслӑлӑх ҫулне Ӑна кам кӑтартса тӑрать?</verse>
				<verse number="15">Акӑ халӑхсем — витрери тумлам пек, тараса ҫинче вӗсем тусан пӗрчи пек шутланӗҫ. Акӑ утравсене Вӑл юр пӗрчи пек вӗҫтерет.</verse>
				<verse number="16">Парне вырӑнӗ ҫинче вутӑ хума Ливан та ҫитмӗ, унти выльӑх-чӗрлӗх те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелӗх пулаймӗ.</verse>
				<verse number="17">Халӑхсем пурте Унӑн умӗнче — нимӗн те мар, вӗсем Уншӑн — ҫукпа пӗрех, пушӑ вырӑнпа пӗрех шутланаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Эппин, Турра эсир кампа танлаштаратӑр? Ун евӗрлине кама тупатӑр?</verse>
				<verse number="19">Йӗрӗхе ӳнерҫӗ шӑратса ӑсталать, ылтӑнҫӑ ӑна ылтӑнпа витет, кӗмӗл вӑчӑрасем ҫакса ярать.</verse>
				<verse number="20">Чухӑнни, ҫакӑн пек парне кӳме вӑй ҫитереймесӗр, ҫӗрмен йывӑҫ суйласа илет, тӗреклӗ тӑракан йӗрӗх тутарасшӑн ӑста ӳнерҫӗне шыраса тупать.</verse>
				<verse number="21">Ҫакна пӗлместӗр-им? эсир ҫакна илтмен-им? сире пуҫламӑшӗнчех каламанччӗ-им? ҫӗре епле пултарни те сире ӑса кӗртеймен-им?</verse>
				<verse number="22">Вӑл — ҫӗр ҫаврашкийӗ тӗлӗнче Лараканӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Ун умӗнче — хӗрлӗ шӑрчӑк ҫеҫ; пӗлӗтсене Вӑл ҫӳхе пир пек карса тухнӑ, вӗсене пурӑнмалли чатӑр пекех карӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="23">Аслӑ улпутсене Вӑл ниме юрӑхсӑра хӑварать, ҫӗр тӳрисене кирлӗ мара кӑларать.</verse>
				<verse number="24">Вӗсене лартнӑ ҫеҫ-ха, акнӑ ҫеҫ-ха, вӗсен туни те халь ҫеҫ тымарланнӑ, Вӑл вӗсем ҫине вӗрет те — вӗсем хӑрса та ларнӑ, ҫавраҫил улӑма вӗҫтернӗ пек, вӗсене вӗҫтерсе те кайнӑ.</verse>
				<verse number="25">Эсир Мана кам вырӑнне хуратӑр, кампа танлаштаратӑр? тет Святой.</verse>
				<verse number="26">Пуҫӑра ҫӗклесе пӑхӑр-ха, тӳпе ҫӳллӗшне курӑр-ха — кам пултарнӑ ӑна? Унти ҫара кам шута илсе тухать? Вӗсене Вӑл пурне те ятран чӗнет: хӑвачӗпе аслӑ вӑйӗ иксӗлми пулнӑран Унӑн нимӗн те ҫухалмасть.</verse>
				<verse number="27">Мӗнле ҫапла калатӑн эс, Иаков, мӗскер калатӑн эс, Израиль: «манӑн ҫул-йӗрӗм Ҫӳлхуҫаран пытарӑннӑ, Туррӑм манӑн ӗҫӗм-хӗлӗме манӑҫа кӑларнӑ» тетӗн?</verse>
				<verse number="28">Эсӗ пӗлместӗн-им? илтмен-им ҫакна: ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине пултарнӑ ӗмӗрхи Ҫӳлхуҫа Турӑ ӗшенмест те, ырмасть те; Унӑн ӑсне пӗлсе ҫитерме ҫук.</verse>
				<verse number="29">Вӑл ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал кӗртет, халсӑрланнине ҫирӗплӗх парать.</verse>
				<verse number="30">Яш арсем те ӗшенеҫҫӗ, вӑйран тайӑлаҫҫӗ, ҫамрӑк ҫынсем те такӑнса ӳкеҫҫӗ,</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫана шанакансем вара ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ: ҫунаттине ӑмӑрткайӑк пек ҫӗклеҫҫӗ те юхнӑ пек вӗҫеҫҫӗ — ывӑнмаҫҫӗ, каяҫҫӗ — ӗшенмеҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="41">
				<verse number="1">Эй утравсем, Манӑн умра шӑп пулӑр, халӑхсем хӑйсен вӑйне ҫӗнетчӗр; вӗсем ҫывӑхарччӑр та калаччӑр: «пӗрле сута тӑрар» тетчӗр.</verse>
				<verse number="2">Тухӑҫран кам чӑнлӑха кӑларса тухнӑ, ӑна кам хӑй хыҫҫӑн пыма чӗннӗ, халӑхсене кам унӑн аллине ӳкернӗ, патшасене кам ӑна парӑнтарнӑ? Вӑл халӑхсене унӑн хӗҫӗпе тусан туса вӗҫтерчӗ, вӗсене унӑн уххипе ҫилпе сапаланакан улӑм пек турӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вӗсене хӑвалать, хӑй ури утса курман ҫулпа лӑпкӑн ҫеҫ пырать вӑл.</verse>
				<verse number="4">Кам тунӑ ҫакна, Кам туса ҫитернӗ? Ӗмӗртенпех этем ӑрӑвӗсене чӗнсе илекенӗ — ҫавӑ; Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, — малтанхийӗ, кайранхийӗ те — Эпех.</verse>
				<verse number="5">Утравсем курчӗҫ те сехӗрленсе ӳкрӗҫ, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррийӗсем чӗтреме пуҫларӗҫ. Вӗсем ҫывӑхланчӗҫ, тату турӗҫ;</verse>
				<verse number="6">кирек кам та хӑйӗн юлташне пулӑшать, хӑйӗн тӑванне: «ҫирӗп тӑр!» тесе хавхалантарать.</verse>
				<verse number="7">Тимӗрҫӗ шӑратакана хавхалантарать, хӗҫтимӗре ҫапкӑҫпа тӳрлетекен сунтал ҫинче туптакана хавхалатать, туптаса ҫыпӑҫтарни пирки: «лайӑх» тет; вара, тӑн-тӑн пултӑр тесе, пӑта ҫапса ҫирӗплетет.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ вара, Израиль, Манӑн чурам, Эпӗ суйласа илнӗ Иаков, Манӑн тусӑмӑн, Авраамӑн, вӑрлӑхӗ,</verse>
				<verse number="9">эсӗ — Эпӗ ҫӗр хӗрринчен ҫавӑтса килнӗскер, ҫӗр вӗҫӗнчен чӗнсе илнӗскер; сана: «эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ сана суйласа илтӗм, сана пӑрахмӑп» тенӗскер —</verse>
				<verse number="10">ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп.</verse>
				<verse number="11">Акӑ сана хирӗҫ пӑлханнисем пурте намӑс, мӑшкӑл курӗҫ, санпа хирӗҫекенсем юрӑхсӑра тухӗҫ, тӗп пулӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсене, хӑвӑнпа тӑшманла пурӑнакансене, шырӑн та — тупаймӑн эсӗ; санпала кӗрешекенсем нимӗн те мар, пачах нимӗн те мар пулса тӑрӗҫ,</verse>
				<verse number="13">мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана сылтӑм аллунтан тытса тӑратӑп та: «ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп» теетӗп.</verse>
				<verse number="14">Ан хӑра, тӑпра хурчӗ Иаков, сахал ҫынлӑ Израиль, сана Эпӗ пулӑшатӑп, тет Ҫӳлхуҫа, сана Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ.</verse>
				<verse number="15">Акӑ Эпӗ санран ҫивӗч, ҫӗнӗ, шӑллӑ тӑпачӑ турӑм; эсӗ тусене ҫапса ватӑн, авӑртӑн, сӑртсене арпа пек тӑвӑн.</verse>
				<verse number="16">Сӑвӑрӑн та — вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайӗ, вӗсене ҫавраҫил сапалӗ; эсӗ вара Ҫӳлхуҫашӑн хӗпӗртесе тӑрӑн, Израиль Святойӗпе мухтанӑн.</verse>
				<verse number="17">Чухӑнсемпе кӗлмӗҫсем шыв шыраҫҫӗ — шывӗ ҫук; ӗнтӗ антӑхнипе вӗсен чӗлхийӗ типет: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсене илтӗп, Эпӗ, Израиль Туррийӗ, вӗсене пӑрахмӑп.</verse>
				<verse number="18">Тусем ҫинче юхакан шывсем, айлӑмсенче ҫӑлкуҫсем уҫӑп; пушхиртен кӳлӗ, типсе хӑрнӑ ҫӗртен шыв тапписем тӑвӑп;</verse>
				<verse number="19">пушхирте кедр, ситтим, мирт тата ҫу йывӑҫӗ лартӑп, ҫеҫенхирте кипарис, шурӑ вӗрене тата бук йывӑҫӗсене пӗрле лартса ӳстерӗп,</verse>
				<verse number="20">ҫакна Ҫӳлхуҫа аллийӗ тунине, Израиль Святойӗ пултарнине пӗлччӗр, ҫакна курччӑр, тӗсесе пӑхчӑр, ӑнланччӑр.</verse>
				<verse number="21">Хӑвӑр ӗҫӗрсене кӑтартӑр, тет Ҫӳлхуҫа; хӑвӑр мӗн тунине ҫирӗплетсе парӑр, тет Иаков Патшийӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем пире кӑтартчӑр, мӗн пулассине калаччӑр; мӗн те пулин пулса иртиччен ун ҫинчен пӗлтерччӗр, вара эпир хамӑр ӑспа хаклӑпӑр та вӑл ӗҫ епле вӗҫленнине пӗлӗпӗр, е пире пуласси ҫинчен пӗлтерччӗр.</verse>
				<verse number="23">Ӳлӗмрен мӗн пулассине калӑр та, эсир турӑсем иккенне пӗлсе тӑрӑпӑр эпир, е мӗн те пулин — ыррине-и, усаллине-и — туса кӑтартӑр, эпир тӗлӗнер, сирӗнпе пӗрле курса тӑрар.</verse>
				<verse number="24">Анчах эсир — никам та, нимӗн те мар, сирӗн ӗҫӗр те — ӑҫтиҫук ҫеҫ; сире суйласа илекенӗ — ирсӗр.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ ӑна тухӑҫ енчен кӑлартӑм, вӑл ҫитрӗ; вӑл ҫурҫӗр енчен тапӑнӗ, патшасене пылчӑка таптанӑ пекех, чӳлмекҫӗ тӑма таптанӑ пекех таптӗ.</verse>
				<verse number="26">Пире пӗлтерсе, кам ҫакӑн ҫинчен малтанах каласа хунӑ, пире: «чӑнах-и?» тесе ыйтма май парса, чылай маларах пире кам пӗлтернӗ? Никам та каламан, никам та пӗлтермен, сирӗн сӑмахӑрсене никам та илтмен.</verse>
				<verse number="27">Сиона чи малтан Эпӗ каларӑм: «акӑ вӑл!» терӗм, вара Иерусалима ырӑ хыпар пӗлтерекен патӑм.</verse>
				<verse number="28">Пӑхрӑм та — никам та ҫук; вӗсем хушшинче канашҫӑ тупӑнмарӗ, вӗсем Эпӗ ыйтнине хирӗҫ хуравлама пултараймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Авӑ вӗсем пурте — нимӗн те мар, вӗсен ӗҫӗсем те ӑҫтиҫук ҫеҫ; вӗсен йӗрӗхӗсем — ҫил те пушӑ вырӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="42">
				<verse number="1">Акӑ Манӑн Ачам, Эпӗ суйласа илнӗ, Манӑн чунӑм савакан Ачам. Эпӗ Ӑна аллинчен тытса тӑратӑп. Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӳрӗлӗхе пӗлтерӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл хирӗҫсе калаҫмӗ, кӑшкӑрашмӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланса выртакан йӗтӗне те сӳнтермӗ; Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ;</verse>
				<verse number="4">вӑйран каймӗ, халран ӳкмӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗлӗхе ҫирӗплетсе ҫитерӗ; утравсем Унӑн саккунне шанса тӑма пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Пӗлӗтсемпе вӗсен хутлӑхне пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинчи мӗн пуррине сарса хунӑ, ҫӗр ҫинчи халӑха сывлӑш кӗртнӗ, ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекенсене чӗм панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать:</verse>
				<verse number="6">Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Сана тӳрӗлӗхӗмпе чӗнсе илтӗм, Сана алӑран тытса тӑрӑп, упрӑп Сана, Сана Эпӗ халӑхшӑн халал пулма, суя тӗнлисемшӗн ҫутӑ пулма, суккӑррисен куҫӗсене уҫма, касмӑкра хӗн куракансене ирӗке кӑларма, тӗттӗмре ларакансене сӗмлӗхрен кӑларма лартатӑп.</verse>
				<verse number="7"></verse>
				<verse number="8">Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, ку — Манӑн ятӑм, Хамӑн мухтавлӑхӑма урӑххине, Хамӑн чапӑма йӗрӗхсене памастӑп.</verse>
				<verse number="9">Акӑ унчченех калани чӑна тухрӗ, халӗ вара Эпӗ ҫӗннине пӗлтеретӗп; ӑна пулса иртичченех сире пӗлтерсе хуратӑп.</verse>
				<verse number="10">Эй тинӗсре ишсе ҫӳрекенсем, ӑна тултарса тӑракансем, утравсемпе унта пурӑнакансем, Ҫӳлхуҫана аслӑласа ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр, Ӑна ҫӗр хӗрринчен мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="11">Пушхирпе унти хуласем те, кидарсен ялӗсем те сассине вӑйлӑлатчӑр; чуллӑ сӑртсем ҫинче пурӑнакансем хӗпӗртеччӗр, тусем тӑрринчен кӑшкӑрччӑр хавассӑн.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫана аслӑлатчӑр, Унӑн мухтавлӑхне утравсем ҫинче пӗлтерччӗр.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа улӑп евӗр тухӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗ пек хавхалантарӗ, хыттӑн кӑшкӑрса чӗнӗ, вӑрҫӑ шавӗ ҫӗклӗ, тӑшманӗсене хирӗҫ тӑма Хӑйӗн хӑватне кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӑрах чӗнмерӗм Эпӗ, тӳсрӗм, тытӑнса тӑтӑм; халӗ вара ҫуратакан арӑм пек кӑшкӑрӑп, пӗтӗмпех аркатӑп, хыпса ҫӑтӑп;</verse>
				<verse number="15">тусемпе сӑртсене пушатса хӑварӑп, унти мӗнпур курӑка хӑртса ярӑп; юханшывсенчен утравсем тӑвӑп, кӳлӗсене типӗтӗп;</verse>
				<verse number="16">суккӑрсене вара хӑйсем пӗлмен ҫулпа ертсе кайӑп, вӗсене паллӑ мар ҫулсемпе илсе ҫӳрӗп; сӗмлӗхрен вӗсен умӗнчи ҫутӑ тӑвӑп, кукӑр ҫулсене тӳрлетӗп: вӗсемшӗн акӑ мӗн тӑвӑп Эпӗ — вӗсене пӑрахмӑп.</verse>
				<verse number="17">Йӗрӗхсене шанса пурӑнакансем, кӗлеткесене: «эсир — пирӗн турӑ» теекенсем ун чухне каялла ҫаврӑнӗҫ, тем тӗрлӗ намӑс айне пулӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Итлӗр, хӑлхасӑррисем, пӑхӑр, курӑр, суккӑррисем.</verse>
				<verse number="19">Манӑн чурам пек суккӑрри, Манӑн хыпарҫӑ пек, Эпӗ янӑ хыпарҫӑ пек, хӑлхасӑрри кам пур? Ҫӳлхуҫанӑн савнӑскерӗ пек суккӑрри, Ҫӳлхуҫанӑн чури пек суккӑрри кам пур?</verse>
				<verse number="20">Эсӗ нумай курнӑ, анчах асӑрхаман; хӑлху та уҫах тӑнӑ, анчах илтеймен.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа Хӑй тӳрӗлӗхӗшӗн саккуна чапа, мухтава кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ӗнтӗ ку халӑха юхӑнтарнӑ, ҫаратнӑ; вӗсене пурне те ҫӗр айне ҫыхса лартнӑ, тӗрмене хупса хунӑ; вӗсем — ыттисен тупӑшӗ, хӑтаракан ҫук; вӗсене ҫаратнӑ, никам та: «каялла парӑр!» темест.</verse>
				<verse number="23">Сирӗнтен хӑшӗ ҫакна тӑнланӑ, пуласлӑхшӑн хӑлхине тайнӑ, итленӗ?</verse>
				<verse number="24">Иакова кам ҫука хӑварттарнӑ, Израиле ҫаратакансен аллине кам тытса панӑ? Ҫӳлхуҫа мар-и? эпир Ун умӗнче ҫылӑх туса пурӑнтӑмӑр; вӗсем Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳресшӗн, Унӑн саккунне пӑхӑнасшӑн пулмарӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Вара Вӑл вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн хаярлӑхне, вӑрҫӑ тискерлӗхне тӑкрӗ: ҫакӑ вӗсене пур енчен те ҫавӑрса илчӗ, вӗсем ҫавна асӑрхамарӗҫ; вӗсем ҫунчӗҫ, анчах ҫакна чӗрипе ӑнласа илеймерӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="43">
				<verse number="1">Иаков, хӑвна пултарнӑ Ҫӳлхуҫа, Израиль, хӑвна туса ҫитернӗ Ҫӳлхуҫа паян вара ҫапла калать: ан хӑра, Эпӗ сана тӳлесе илнӗ, сана хӑвӑн ятупа чӗннӗ; эсӗ — Манӑн.</verse>
				<verse number="2">Шывсем урлӑ, юханшывсем урлӑ каҫӑн-и — вӗсем сана путараймӗҫ, санпа пӗрле — Эпӗ; вут-ҫулӑм витӗр утӑн-и — вӑл сана ҫунтараймӗ, ҫулӑм ӗнтмӗ сана.</verse>
				<verse number="3">Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Израиль Святойӗ, сана Ҫӑлаканӗ; сана тӳлесе илме Египета патӑм, Эфиопипе Савейӑна та саншӑнах Эпӗ патӑм.</verse>
				<verse number="4">Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хаклӑ Маншӑн, питех те хаклӑ, эсӗ — Манӑн юратнӑскерӗм, саншӑн Эпӗ урӑх ҫынсене, санӑн чунушӑн ытти халӑхсене парӑп.</verse>
				<verse number="5">Ан хӑра: санпа пӗрле — Эпӗ; санӑн йӑхна тухӑҫран илсе килӗп, сана анӑҫран пуҫтарӑп.</verse>
				<verse number="6">Ҫурҫӗре: «кӑларса яр» тейӗп, кӑнтӑра: «чарса ан тӑр» тейӗп; Манӑн ывӑлӑмсене аякран, Манӑн хӗрӗмсене ҫӗр хӗрринчен илсе кил,</verse>
				<verse number="7">Манӑн ятӑмпа ҫӳрекенсене, Эпӗ Хамӑн мухтавӑмшӑн пултарнисене, йӗркелесе-туса ҫитернисене пурне те илсе кил.</verse>
				<verse number="8">Куҫӗ пулсан та суккӑр халӑха, хӑлхи пулсан та илтмен халӑха илсе тух.</verse>
				<verse number="9">Халӑхсем пурте пӗрле пухӑнччӑр, йӑхсем пӗрлешчӗр. Ҫапла пулассине вӗсенчен хӑшӗ малтанах пӗлтернӗ? пуҫламӑшӗнченех мӗн пулнине пӗлтерччӗр; кӳнтеленӗсене тӑратчӑр, тӳрре тухчӑр, вара итлеме, «тӗрӗсех!» теме май пултӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа калать: Манӑн кӳнтеленсем вара — эсир тата Манӑн чурам. Эпӗ сире Мана пӗлччӗр, Мана ӗненччӗр, Эпӗ кам пулнине ӑнланччӑр тесе суйласа илнӗ: Манран маларах та Турӑ пулман, Ман хыҫҫӑн та пулмасть.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ, Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Мансӑр пуҫне урӑх Ҫӑлакан ҫук.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ малтанах каларӑм, ҫӑлтӑм, пӗлтертӗм; урӑххи ҫук сирӗн, эсир — Манӑн кӳнтеленсем, Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем, тет Ҫӳлхуҫа,</verse>
				<verse number="13">кунсем пуҫланнӑранпах Эпӗ — ҫав-ҫавах, Манӑн аллӑмран никам та ҫӑлаймӗ; Эпӗ тӑвас тенине тӑватӑп, кам чарӗ ҫакна?</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа — сире Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ — ҫапла калать: Эпӗ Вавилона сирӗншӗнех вӑй ятӑм, пур сӑлӑпа та, карапӗсемпе мӑнаҫланакан халдейсене те ҫапса аркатрӑм.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Святойӑр, Израиле Пултараканӗ, сирӗн Патшӑр.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа — тинӗс урлӑ ҫул уҫнӑ, кӑра шыв ҫийӗн сукмак хывнӑ, ҫар ураписемпе утсене, ҫар эшкерӗпе вӑй-хӑвата илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: пурте пӗрле ӳкрӗҫ, тӑраймарӗҫ; ҫунайми пулчӗҫ, хӑйӑ пек сӳнчӗҫ.</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18">Анчах эсир иртнине аса илместӗр, авалхи пирки шухӑшламастӑр.</verse>
				<verse number="19">Акӑ Эпӗ ҫӗнӗ ӗҫе тытӑнатӑп; вӑл халех ҫитӗ; эсир ҫакна та пӗлесшӗн мар-и? Эпӗ ҫеҫенхирте ҫул хывӑп, пушхирте юханшыв уҫӑп.</verse>
				<verse number="20">Хирӗн тискер кайӑкӗсем, шакалсемпе страуссем мухтавлӗҫ Мана, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пушхирсене шыв ярӑп, Хамӑн суйласа илнӗ халӑхӑма ӗҫтермешкӗн типӗ ҫеҫенхирте юханшывсем уҫӑп.</verse>
				<verse number="21">Ҫакӑ халӑха Эпӗ Хама валли пултарнӑ; вӑл Манӑн мухтавӑма пӗлтерсе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="22">Эсӗ вара, Иаков, Мана чӗнмерӗн; эсӗ, Израиль, Маншӑн ӗҫлемерӗн.</verse>
				<verse number="23">Мана путеккӳсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памарӑн, Мана парнӳсене кӳрсе пуҫҫапмарӑн. Сана Хамшӑн тырӑ-пулӑ парни кӳрсе тӑма хистемерӗм, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрттерсе чӑрмавламарӑм.</verse>
				<verse number="24">Кӗмӗл парса эсӗ Маншӑн тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш туянмарӑн, Мана парнӳсен ҫӑвӗпе савӑнтармарӑн; анчах Мана хӑвӑн ҫылӑхусемпе чӑрмавларӑн, Мана хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемпе пӑшӑрхантартӑн.</verse>
				<verse number="25">Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене Эпӗ, Эпӗ Хамах, Хамшӑн Хам пӗтерӗп, санӑн ҫылӑхусене манӑҫа кӑларӑп.</verse>
				<verse number="26">Мана аса илтер-ха; сутлашӑпӑр; кала — тӳрре тухма тӑрӑш.</verse>
				<verse number="27">Санӑн тӗп аҫу ҫылӑха кӗчӗ, саншӑн хута кӗрекеннисем Манран пӑрӑнса кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑншӑн Эпӗ сӑваплӑ Ҫуртӑмӑн пуҫлӑхӗсене Хамшӑн ӗҫлесе тӑрассинчен хӑтартӑм, Иакова тупаларӑм, Израиле мӑшкӑл аллине тытса патӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="44">
				<verse number="1">Халӗ вара, Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ Израиль, итле.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа — сана пултарнӑ, сана пӑхса ӳстернӗ, сана аннӳ варӗнче чухнех пулӑшса тӑракан Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ савнӑ [Израиль], ан хӑра:</verse>
				<verse number="3">Эпӗ ӗҫессишӗн антӑхаканӗ ҫине шыв, типсе хӑрӑннийӗ ҫине юхӑм тӑкӑп; санӑн йӑху ҫине Хамӑн сывлӑшӑма, санӑн ӑрӑву-тӑхӑму ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп.</verse>
				<verse number="4">Вара курӑксем хушшинче шыв хӗрринчи хӑва пек ӳсӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Пӗри: «эпӗ — Ҫӳлхуҫанӑн» тейӗ, теприйӗ хӑйне Иаковӑн тейӗ; хӑшӗ тата хӑй аллипех: «эпӗ — Ҫӳлхуҫанӑн» тесе ҫырӗ, хӑйне вара Израилӗн тейӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа, Израиль Патшийӗ, ӑна Хӑтараканӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — малтанхийӗ, Эпех — кайранхийӗ; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук:</verse>
				<verse number="7">Ман пекки кам пур? Пур пулсан, каласа патӑр, пӗлтертӗр, Эпӗ этем йӑхне пултарнӑранпа пулса иртнине Мана йӗркипе каласа кӑтарттӑр е пуласси-килесси ҫинчен пӗлтерччӗр.</verse>
				<verse number="8">Ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр: Эпӗ сана авалах пӗлтерменччӗ-и, малашне мӗн пуласса систерменччӗ-и? Эсир вара — Манӑн кӳнтеленсем. Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ пур-и? ҫук, урӑх тӗрек пуррине пӗлместӗп.</verse>
				<verse number="9">Йӗрӗх тӑвакансем пӗри те ниме тӑмасть, вӗсен тем пекех савнӑ йӗрӗхӗсем те нимӗнле усӑ та кӳмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсене хирӗҫ хӑйсемех кӳнтелеҫҫӗ. Вӗсем курмаҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ ҫавна пулах намӑса тӑрса юлӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Нимӗнле усӑ та кӳмен турра кам тунӑ, йӗрӗхе кам шӑратса ӑсталанӑ?</verse>
				<verse number="11">Ҫав ӗҫе хутшӑнакансем пурте намӑс курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫавна тӑваканӗсем хӑйсем те — этем ҫеҫ; вӗсем пурте пухӑнса тӑччӑр; вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ, пурте намӑс курӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Тимӗрҫӗ тимӗртен пуртӑ тӑвать, кӑмрӑкпа ӗҫлет, ҫапкӑчпа туптаса пуртӑ ӑсталать, ӑна туса ҫитересехчӗ тесе вара вӑйлӑ аллипе выҫса ҫитичченех, халран кайичченех ӗҫлет, шыв та ӗҫмест, ӗнтӗ йӑшсах ҫитет.</verse>
				<verse number="13">Каскалакан, [кирлӗ йывӑҫа суйласа илсе,] ун ҫине ҫырса, ӑна шӗвӗр вӗҫлӗ сӑпрайпа йӗрлесе тухать, каскӑчпа вартать, ӑна якатса ҫаврашкалатать, вара, килӗнче лартма тесе, хитре сӑн-питлӗ ҫын кӗлетки ӑсталаса кӑларать.</verse>
				<verse number="14">Вӑл кедр касать, вӑрманти йывӑҫсем хушшинче хырпа юмана суйласа илет, каврӑҫ лартать, каврӑҫне вара ҫумӑр шӑварса ӳстерет.</verse>
				<verse number="15">Ҫыншӑн ку — вут-шанкӑ, унӑн пӗр пайӗпе вӑл, ӑшӑ пултӑрччӗ тесе, хутма усӑ курать, вут чӗртет, ҫӑкӑр пӗҫерет. Ҫав йывӑҫранах турӑ ӑсталать, ӑна пуҫҫапать, тата йӗрӗх-кӗлетке тӑвать, ун умне ӳксех пуҫҫапать.</verse>
				<verse number="16">Йывӑҫӑн пӗр пайне ҫунтарса ярать, тепӗр пайӗпе аш пӗҫерет, ӑшалать, тӑраниччен ҫиет, ҫинипе пӗрлех ӑшӑнать: «аван-ха, ӑшӑнтӑм; вут-кӑвар уссине куртӑм» тет.</verse>
				<verse number="17">Усӑ курмасӑр юлнӑ йывӑҫран вара хӑй валли турӑ, йӗрӗх, касса ӑсталать, ӑна пуҫҫапать, ун умӗнче чӗркуҫленсе кӗлтӑвать: «ҫӑлсам мана, эсӗ — манӑн туррӑм» тет.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем пӗлмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ: ан курччӑр тесе, Турӑ вӗсен куҫне тата, ан ӑнланччӑр тесе, чӗрине хупса хунӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫынни ҫакна чӗри патне те илмӗ: «унӑн пӗр пайне ҫунтарса ятӑм, кӑварӗ ҫинче ҫӑкӑр пӗҫертӗм, аш ӑшаласа ҫисе ятӑм; усӑ курмасӑр юлнӑ пайӗнчен ирсӗр япала ӑсталӑп-и вара? йывӑҫ каскине пуҫҫапӑп-и вара?» тесе каламалӑх унӑн пӗлӗвӗ те, ӑнланӑвӗ те ҫук.</verse>
				<verse number="20">Вӑл ҫил хӑвалать; ӑна улталаннӑ чӗри аташтарать, вӑл хӑйӗн чунне ирӗке кӑлараймасть, «манӑн сылтӑм аллӑмра ултав мар-ши?» тесе калаймасть.</verse>
				<verse number="21">Иаков, Израиль, ҫакна асту: эсӗ — Манӑн чурам; сана Эпӗ пӑхса ҫитӗнтернӗ; Манӑн чурам эсӗ, Израиль, Мана манса ан кай.</verse>
				<verse number="22">Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене тӗтре пек сирӗп, санӑн ҫылӑхусене пӗлӗт пек ҫӗтерӗп; Ман енне ҫаврӑн: Эпӗ сана тӳлесе илнӗ.</verse>
				<verse number="23">Эй пӗлӗтсем, савӑнӑр: ҫакна Ҫӳлхуҫа пултарнӑ. Хӗпӗртенсе кӑшкӑрӑр, ҫӗр авӑрӗсем; хавасланса шавлӑр, тусем, вӑрмансем, унти йывӑҫсем: Вӑл Иакова тӳлесе илнӗ, Израиле хӑтарса мухтава тухнӑ.</verse>
				<verse number="24">Сана тӳлесе илнӗ, сана аннӳ варӗнчех калӑпланӑ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ мӗн пуррине пултарнӑ, тӳпене пӗчченех карса хунӑ, ҫӗре Хамӑн вӑйӑм-хӑватӑмпа сарса тухнӑ,</verse>
				<verse number="25">Эпӗ — суя пророксен паллисене ӑҫтиҫук тӑвакан, асамҫӑсем ӑссӑррине кӑтартакан, ӑсчахсене каялла хӑвалакан, вӗсен пӗлӗвне ухмахлӑха ҫавӑракан,</verse>
				<verse number="26">Хӑй чурийӗн сӑмахне ҫирӗплетекен, Хӑй хыпарҫисен сӑмахне пурӑнӑҫа кӗртекен, Иерусалима: «сан хутлӑхунта пурӑнма пуҫлӗҫ», Иуда хулисене: «сире ҫӗнӗрен туса лартӗҫ, ишӗлнисене Эпӗ юсаса ҫӗнетӗп» теекенӗ,</verse>
				<verse number="27">тӗпсӗр авӑра: «типсе лар!» теекенӗ, «санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп» теекенӗ;</verse>
				<verse number="28">Кир пирки: «вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: «сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!» тейӗ, Турӑ Ҫуртне: «санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ» тейӗ» теекенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="45">
				<verse number="1">Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп;</verse>
				<verse number="2">Эпӗ санӑн умӑнта пырӑп, тусене тикӗслетӗп, пӑхӑр хапхасене ҫапса салатӑп, тимӗр сӑлӑпсене аркатӑп;</verse>
				<verse number="3">Эпӗ — сана ятран чӗнекен Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ — сана ҫакна пӗлтересшӗн, тӗттӗм вырӑнсенче упранакан хаклӑ мула, пытарнӑ пуянлӑха сана парӑп.</verse>
				<verse number="4">Иаковшӑн, Хамӑн чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Израильшӗн, хӑв Мана пӗлмен пулсассӑн та, Эпӗ сана ятран чӗнтӗм, хисеп турӑм.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххи ҫук; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук; Мана пӗлмерӗн пулсассӑн та, Эпӗ санӑн пилӗкне ҫыхса ятӑм:</verse>
				<verse number="6">Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫуккине, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, урӑххи ҫуккине тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пӗлччӗр.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ ҫутта тӑватӑп, сӗмлӗхе пултаратӑп, канӑҫлӑх паратӑп, инкек-синкек яратӑп; ҫакна пӗтӗмпех Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, тӑватӑп.</verse>
				<verse number="8">Пӗлӗтсем, ҫӳлтен пӗрӗхтерӗр; пӗлӗтсем тӳрӗлӗх ҫутарччӑр; ҫӗр уҫӑлтӑр та ҫӑлӑнӑҫ илсе килтӗр, пӗрле тӳрӗлӗх шӑтса ӳстӗр. Ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, тӑватӑп.</verse>
				<verse number="9">Хӑйне Пултараканӗпе хирӗҫекене, ҫӗр ҫинчи чӳлмек катӑкӗсен катӑкне, хуйхӑ ҫитӗ! Чӳлмекҫӗне тӑм: «мӗн тӑватӑн эсӗ?» тесе калӗ-и? эсӗ тунӑ ӗҫ те сан пирки: «унӑн алли ҫук» тесе калӗ-и?</verse>
				<verse number="10">Хӑйӗн ашшӗне: «эсӗ мана ҫакӑ тӗнчене мӗн-ма туса янӑ?», амӑшне: «эсӗ мана мӗн-ма ҫуратнӑ?» тесе калакана хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа — Израиль Святойӗ, ӑна Пултараканӗ — ҫапла калать: эсир Манран Манӑн ывӑлӑмсен пуласлӑхӗ ҫинчен ыйтатӑр-и, Манӑн аллӑм ӗҫне сӗкӗнес тетӗр-и?</verse>
				<verse number="12">Эпӗ ҫӗре туса ҫитернӗ, ун ҫинче этеме пултарнӑ; Эпӗ — Манӑн аллӑмсем — тӳпене карса тухнӑ, унти пӗтӗм ҫара Эпӗ саккун панӑ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ ӑна тӳрӗлӗхе кура ҫӗклерӗм, унӑн мӗнпур ҫулне тикӗс тӑвӑп. Вӑл Манӑн хулана ҫӗнӗрен туса лартӗ, тыткӑна лекнӗ халӑхӑма ирӗке кӑларӗ, ҫакӑншӑн тӳлеттермӗ те, парне те ыйтмӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет ҫыннисен ӗҫӗсем, эфиопсен суту-илӗвӗ, Савея ҫыннисем, ҫӳллӗскерсем, сан енне куҫӗҫ, санӑн пулӗҫ; вӗсем сан хыҫҫӑн пырӗҫ, вӗсем, тимӗр сӑнчӑрпа тӑлланӑскерсем, килӗҫ те сан умна ӳкӗҫ, ӗнтӗ сана тархаслӗҫ: санӑн ҫеҫ Турӑ пур, урӑх Турӑ ҫук, тейӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Чӑнах, Эсӗ — пӗлсе ҫитермелле мар Турӑ, Израиль Турри, Ҫӑлакан.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем пурте намӑса юлӗҫ, мӑшкӑл курӗҫ; йӗрӗх ӑсталаканӗсем те пурте вӗсемпе пӗрле намӑсланӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Израиле вара Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫпа ҫӑлса хӑварӗ; эсир нихӑҫан та намӑса юлмӑр, мӑшкӑл курмӑр,</verse>
				<verse number="18">мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, тӳпене Пултараканӗ, ҫапла калать. Вӑл, Турӑ, ҫӗре калӑпланӑ, ӑна туса ҫитернӗ; Вӑл ӑна ҫирӗплетнӗ, Вӑл ӑна кӑлӑхах пултарман; Вӑл пурӑнмалли вырӑн калӑпланӑ: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххийӗ ҫук.</verse>
				<verse number="19">Вӑрттӑн, тӗттӗм вырӑнта каламан Эпӗ; Иаков ӑрӑвне Эпӗ: «Мана кӑлӑхах шыратӑр» тесе каламан. Эпӗ — тӳррине калакан, чӑнлӑха уҫса паракан Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="20">Халӑхсенчен сыхланса юлнисем, пурте пухӑнӑр та килӗр, ҫывӑхарӑр. Хӑйсен йывӑҫ йӗрӗхӗсене йӑтса ҫӳрекенсем, ҫӑлма пултарайман турра пуҫҫапакансем — пӗр ӑссӑр.</verse>
				<verse number="21">Пӗр-пӗринпе канаш туса пӗлтерӗр-ха, калӑр: ҫапла пуласси ҫинчен кам авалах хыпар янӑ, ҫакна кам малтанах каласа хунӑ? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, мар-и? Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук, Эпӗ — тӳрӗ Турӑ, ҫӑлакан Турӑ, Мансӑр пуҫне урӑххи ҫук.</verse>
				<verse number="22">Ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррисем, пурте Ман патӑма килӗр, вара ҫӑлӑнатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Турӑ, урӑххи ҫук.</verse>
				<verse number="23">Хампа тупа туса калатӑп: Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх, улшӑнман сӑмах тапса тӑрать; кирек епле йӑх та Манӑн умра пуҫ тайӗ, кирек епле чӗлхе те Манпа тупа тӑвӗ.</verse>
				<verse number="24">«Чӑнлӑхпа вӑй-хӑват — Ҫӳлхуҫара ҫеҫ» тейӗҫ вара Ман пирки; Ӑна хирӗҫ тӑшманла тӑнисем Ун патне пырӗҫ те пурте намӑсланӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Израилӗн мӗнпур йӑхне Ҫӳлхуҫа тӳрре, мухтава кӑларӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="46">
				<verse number="1">Бел пӗкӗнчӗ, Нево тӳнчӗ, вӗсен кӗлеткисем — выльӑх ҫинче, ҫӑк выльӑхӗ ҫинче; ӗшеннӗ выльӑхшӑн сирӗн тиевӗр — питех те йывӑр ҫӗклем.</verse>
				<verse number="2">Тӳнчӗҫ, пӗрлех пӗтрӗҫ; йӑтса ҫӳрекенӗсене хӳтӗлеймерӗҫ, хӑйсем те тыткӑна кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Иаков килӗ, итле Мана, Израиль килӗн йӑлкӑмӗ, итле Мана: Эпӗ сире аннӗр варӗнчех йышӑннӑ, аннӗр ӑшӗнчех йӑтса ҫӳренӗ,</verse>
				<verse number="4">ватлӑхӑр ҫитиччен те Эпӗ ҫавӑн пекех пулӑп, сире ҫӳҫӗр шураличченех Эпех йӑтса ҫӳрӗп; Эпӗ пултарнӑ, Эпех йӑтса ҫӳрӗп, хунтӑлӑп, упрӑп.</verse>
				<verse number="5">Пӗрешкеллӗх шыраса, Мана кам вырӑнне хурӑр эсир, кампа танлаштарӑр, кампа шайлаштарӑр?</verse>
				<verse number="6">Енчӗкрен ылтӑн тӑкаҫҫӗ, кӗмӗле тарасапа виҫеҫҫӗ, кӗмӗлрен турӑ ӑсталаса патӑр тесе, кӗмӗлҫӗне тара тытаҫҫӗ; вара ҫавӑ турра пуҫҫапаҫҫӗ, ун умӗнче ҫӗре ӳкеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="7">ӑна хулпуҫҫи ҫине хураҫҫӗ, йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ӑна хӑйӗн вырӑнне лартаҫҫӗ; вӑл тӑрать, вырӑнӗнчен хускалмасть; кӑшкӑрсах чӗнеҫҫӗ ӑна — вӑл чӗнмест, инкекрен ҫӑлаймасть.</verse>
				<verse number="8">Аса илӗр те ҫакна — хӑвӑр ар пулнине кӑтартӑр; Турӑран сивӗннӗскерсем, ҫакна чӗре ҫумне илӗр;</verse>
				<verse number="9">унчченхине, пуҫламӑшӗнчен пуҫласах, аса илӗр: Эпӗ — Турӑ, урӑх Турӑ ҫук, Ман евӗрли ҫук.</verse>
				<verse number="10">Вӗҫӗнче мӗн пулассине Эпӗ пуҫламӑшӗнчех пӗлтеретӗп, мӗн пулассине малтанах пӗлтерсе тӑратӑп, ҫапла калатӑп: Эпӗ шутласа хуни пулатех, Мана мӗн юрӑхлӑ, Эпӗ ҫавна йӑлтах тӑватӑп.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ тухӑҫран, аякри ҫӗршывран, ӑмӑрткайӑка — Эпӗ палӑртса хунине пурӑнӑҫа килтерекене — чӗнсе илтӗм. Эпӗ каларӑм — каланине пурӑнӑҫа килтеретӗп; палӑртса хутӑм — тумасӑр хӑвармастӑп.</verse>
				<verse number="12">Хытӑ чӗреллисем, чӑнлӑхран аякрисем, итлӗр Мана:</verse>
				<verse number="13">Эпӗ Хамӑн чӑнлӑхӑма ҫывӑхартрӑм, вӑл инҫетре мар, Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм та вӑрах кӗттермӗ; Сиона ҫӑлӑнӑҫ парӑп, Израиле Хамӑн мухтавӑма парӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="47">
				<verse number="1">Эй чаплӑ хӗр, Вавилон хӗрӗ, тӑр та тусан ҫине лар; эй халдейсен хӗрӗ, лар ҫӗр ҫинче — ӗнтӗ аслӑ пукан ҫук; сана малашне чеченскерӗ, хӳхӗмскерӗ темӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Арман чулӗ тыт та тырӑ авӑрт; пӗркенчӗкне хыв, кӗпӳ аркине ҫӗкле, уру туни уҫӑлтӑр, вара каҫах юханшывсем урлӑ:</verse>
				<verse number="3">ҫарамасу уҫӑлӗ, ачаш вырӑну та курӑнӗ. Ӗнтӗ тавӑру ӗҫне вӗҫлӗп, никама та хӗрхенмӗп.</verse>
				<verse number="4">Сире тӳлесе илекенӗн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Святойӗ.</verse>
				<verse number="5">Эй халдейсен хӗрӗ, шарламасӑр лар, тӗттӗм ҫӗре кай: ӗнтӗ сана малашне «Ҫӗршывсен хуҫи» темӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ Хамӑн халӑхӑма ҫиллентӗм, Хамӑн еткерӗме кӗҫӗне хӑвартӑм, вӗсене санӑн аллуна тытса патӑм; эсӗ вара вӗсене хӗрхенме пӗлмерӗн, ватти ҫине те виҫесӗр йывӑр ҫӗклем тиерӗн.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ ӗнтӗ: «ӗмӗрӗпех хуҫа пулӑп» терӗн, кайран мӗн пуласси пирки асна та илмерӗн, шухӑшламарӑн.</verse>
				<verse number="8">Чеченскер, пӗр шухӑшсӑр пурӑнаканскер, ӑшунта: «эпӗ, — ман пекки урӑх ҫук, — тӑлӑх арӑм пулса юлмӑп, ачамсем пӗтнине курмӑп» теекенскер, халӗ итле ҫакна.</verse>
				<verse number="9">Сасартӑк, пӗр кун хушшинчех, сан патна вӑл та, ку та ҫитӗ — ачусене ҫухатӑн, тӑлӑх арӑм пулса юлӑн; асамлӑ ӗҫӳсем йышлӑ пулнине, ӑрӑм-сурӑму тем пекех хӑватлӑ пулнине пӑхмасӑрах инкек-синкек сан патна туп-туллин килсе тухӗ.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ хӑвӑн усал ӗҫне шанатӑн-ха: «мана никам та курмасть» теетӗн. Ӑслӑлӑху, пӗлӗвӳ — сана ҫултан ҫакӑ пӑрса янӑ; эсӗ хӑвӑн ӑшунта: «эпӗ, мансӑр пуҫне урӑх никам та мар» тееттӗн.</verse>
				<verse number="11">Акӑ пуҫу ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анӗ: эсӗ вӑл ӑҫтан тухнине те пӗлеймӗн, сана инкек-синкек тапӑнӗ — ӑна сирсе яма вӑй тупаймӑн; сасартӑках пуҫу ҫине хӑв шутлама та пултарайман синкер-сехмет капланса ҫитӗ.</verse>
				<verse number="12">Эсӗ ӗнтӗ ҫамрӑклах аппаланнӑ асамлӑ ӗҫӳсемпех, йышлӑ ӑрӑмупах юл; тен, хӑвна пулӑшу парӑн, тен, тытӑнса тӑрайӑн.</verse>
				<verse number="13">Сана ӗнтӗ канаш паракансем ӗшентерсех ҫитернӗ; пӗлӗте сӑнакансем тата ҫӑлтӑрҫӑсем, малашлӑха уйӑх тулнине кура пӗлтерекенсем килччӗр те сана хӑвна мӗн пулассинчен ҫӑлса хӑварччӑр.</verse>
				<verse number="14">Акӑ вӗсем — улӑм пекех: вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, хӑйсен чунне ҫулӑмран ҫӑлса хӑварайман; ӑшӑнмалӑх кӑмрӑкӗ те, ун умӗнче ларма кӑварӗ те юлман.</verse>
				<verse number="15">Хӑв ҫамрӑк чухне санпа пӗрле ӗҫленисем те, санпа суту-илӳ тунисем те саншӑн ҫавсем пекех пулчӗҫ. Кашниех хӑй еннелле пӑрӑнса утрӗ; сана никам та ҫӑласшӑн тӑрӑшмасть.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="48">
				<verse number="1">Эй Иаков килӗ, хӑвӑра Израиль ячӗпе чӗнекенскерсем, Иуда вӑрлӑхӗнчен пуҫланса кайнӑскерсем, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑваканскерсем, тӳррипе, чӑннипе мар пулин те Израиль Туррине пуҫҫапакансем, итлӗр ҫакна.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ хуларан пулса кайнисем тееҫҫӗ, Израиль Турри ҫине тӗревленеҫҫӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="3">Пулни-иртнине Эпӗ чылай малтан пӗлтерсе тӑнӑ; вӑл Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухнӑ, ун ҫинчен Эпӗ хыпарланӑ, тумаллине вара пӗр кӗтмен чухне тунӑ — пурте пурӑнӑҫа килнӗ.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ чурӑс пулнине, мӑй шӑнӑрӗсем санӑн тимӗр иккенне, ҫамку пӑхӑр иккенне Эпӗ пӗлнӗ;</verse>
				<verse number="5">ҫавӑнпа та мӗн пуласси ҫинчен Эпӗ сана чылай малтан пӗлтерсе тӑтӑм, эсӗ: «манӑн йӗрӗхӗм турӗ ҫакна, ман йӗрӗхӗм — кӗлетке, йӑваласа тунӑ кӳлепе — ҫакӑн пек тума хушрӗ» теесрен ҫапла турӑм.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ илтнӗ — эсӗ ҫакӑн ҫине пӑх-ха! эсир ҫакна йышӑнмастӑр-и? Халӗ вара Эпӗ сана ҫӗннине, вӑрттӑннине пӗлтеретӗп, эсӗ ӑна пӗлмен.</verse>
				<verse number="7">Вӑл халь пулса иртрӗ, унччен мар, пӗр кун каялла та мар, эсӗ ун ҫинчен илтмен, ҫавӑнпа та: «эпӗ ӑна пӗлсех тӑнӑ» тесе калаймӑн.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ ун ҫинчен илтмен те, пӗлмен те, санӑн хӑлху унччен уҫӑлайман-ха; эсӗ ултавлӑ хӑтланасса Эпӗ пӗлнӗ, аннӳ варӗнче чухнех сана шанчӑксӑрри тесе чӗннӗ.</verse>
				<verse number="9">Хамӑн ҫиллӗме Хамӑн ятӑмшӑн урӑх вӑхӑта хӑвартӑм, сана тӗп тӑвассинчен Хама Хамӑн мухтавӑмшӑн тытса чартӑм.</verse>
				<verse number="10">Акӑ Эпӗ сана шӑратрӑм, анчах кӗмӗле шӑратнӑ пек мар; сана асап вучахӗнче тӗрӗслесе сӑнарӑм.</verse>
				<verse number="11">Хамшӑн, пӗр Хамшӑн, тӑватӑп ҫакна — унсӑрӑн Манӑн ятӑма еплерех хурланӑ пулӗччӗҫ! Хамӑн мухтавӑма никама та памастӑп.</verse>
				<verse number="12">Эй Иаков, эй Израиль, чӗнсе илнӗскерӗм, итле мана: Эпӗ — ҫавах, Эпӗ — малтанхийӗ, Эпех — кайранхийӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӗрӗн никӗсне Манӑн аллӑм хывнӑ, тӳпене те сылтӑм аллӑм карнӑ; чӗнетӗп те — вӗсем Ман умӑма пырса тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Пурте пухӑнӑр та итлӗр: вӗсем хушшинче ҫакна кам малтанах пӗлтерсе хунӑ? Ҫӳлхуҫа кӑмӑлланӑ ӑна, вӑл вара Вавилон тӗлӗшӗнчен Унӑн ирӗкне вырӑна килтерӗ, Унӑн хӑватне халдейсем ҫинче кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ, Эпӗ каларӑм, ӑна чӗнсе илтӗм; ӑна Эпӗ илсе килтӗм, унӑн ҫулӗ ӑнӑҫлӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="16">Килӗр Ман патӑма, итлӗр ҫакна: Эпӗ малтан та вӑрттӑн каламан; ҫакӑ пуҫланнӑранпах Эпӗ унтаччӗ; халӗ те Мана Ҫӳлхуҫа Турӑ, Унӑн Сывлӑшӗ ячӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа, сана Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ.</verse>
				<verse number="18">Ах, эсӗ Манӑн ӳкӗтсене ӑша хывас пулсассӑн! вара санӑн тӑнӑҫлӑху юханшыв пек пулӗччӗ, тӳрӗлӗхӳ тинӗс хумӗсем пек пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="19">Санӑн вӑрлӑху — хӑйӑр чухлӗ, санӑн варунтан ҫуралаканнисем хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулӗччӗҫ; вара унӑн ячӗ Ман умран ҫухалмӗччӗ, пӗтмӗччӗ.</verse>
				<verse number="20">Вавилонран тухӑр, халдейсенчен тарӑр, ҫакна хавассӑн кӑшкӑрса пӗлтерӗр, вӗрентӗр, ҫакӑ хыпара ҫӗрӗн хӗррисенех ҫитерӗр: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурине Иакова хӑтарчӗ» тейӗр.</verse>
				<verse number="21">Вӑл вӗсене пушхирпе ертсе пырать — вӗсем ӗҫессишӗн антӑхмаҫҫӗ: Вӑл вӗсене чулран шыв кӑларса парать, чул хысака касса ҫурать те — шыв тапса тухать.</verse>
				<verse number="22">«Ҫылӑхлисемшӗн вара канӑҫлӑх пулмӗ» тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="49">
				<verse number="1">Эй утравсем, итлӗр Мана, эй тӑнлӑр, аякри халӑхсем: Ҫӳлхуҫа Мана ҫураличченех чӗнсе илнӗ; аннем варӗнче чухнех ятран чӗннӗ.</verse>
				<verse number="2">Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ҫивӗч хӗҫ пек тунӑ; Мана Хӑй аллипе хупӑрланӑ, Манран ҫивӗчленӗ ҫӗмрен тунӑ; Мана Хӑйӗн йӗннинче упраса усранӑ;</verse>
				<verse number="3">Мана ҫапла каланӑ: Израиль, Эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ Сан урлӑ чапа тухӑп.</verse>
				<verse number="4">Каларӑм вара: Эпӗ харама ӗҫлерӗм, Хамӑн вӑй-халӑма уссӑр та кӑлӑх пӗтертӗм. Анчах та Манӑн ирӗкӗм — Ҫӳлхуҫара, Манӑн сӑвапӑм та — Хамӑн Туррӑмра.</verse>
				<verse number="5">Халӗ вара Ҫӳлхуҫа калать, Иакова Хӑй енне ҫавӑрас тесе, Израиль Ун патне пухӑнтӑр тесе, Мана варта чухнех Хӑйӗн чурийӗ тунӑ Ҫӳлхуҫа калать; Эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче хисеплӗ, Манӑн Туррӑм — Манӑн хӑватӑм.</verse>
				<verse number="6">Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа, Израиле Хӑтараканӗ, унӑн Святойӗ пурте курайман чурине, халӑх хӑртакан чурине, патшасен чурине ҫапла калать: патшасем курӗҫ те — ура ҫине тӑрӗҫ; аслӑ ҫынсем вара шанчӑклӑ Ҫӳлхуҫанӑн, Хӑвна суйласа илнӗ Израиль Святойӗн ячӗпе Сана пуҫҫапӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ырӑ вӑхӑтра илтрӗм Сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм Сана; Эпӗ Сана упрӑп, ҫӗре ҫӗнӗрен ҫӗнетмешкӗн, пушанса юлнӑ еткере еткерҫӗсене тавӑрса памашкӑн, хупса лартнисене: «тухӑр» темешкӗн, сӗмлӗхрисене: «курӑнӑр» темешкӗн халӑхшӑн халал тӑвӑп Сана. Вара вӗсем ҫул-йӗр ҫывӑхӗнчех кӗтсе ҫӳрӗҫ, вӗсен кӗтӳлӗхӗсем мӗнпур сӑрт ҫинче сарӑлса выртӗҫ;</verse>
				<verse number="9"></verse>
				<verse number="10">выҫӑпа тертленмӗҫ, шывшӑн антӑхмӗҫ, вӗсене шӑрӑх пусмӗ, хӗвел те ӗнтмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Хӗрхенекен ертсе ҫӳрӗ, вӗсене ҫӑлкуҫӗсем патне илсе ҫитерӗ.</verse>
				<verse number="11">Хамӑн мӗнпур сӑрт-ту урлӑ ҫул хывӑп, вара Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм ҫӳлте пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Акӑ пӗрисем аякран килеҫҫӗ; акӑ тата теприсем ҫурҫӗрпе тинӗс енчен, ыттисем Синим ҫӗрӗнчен килеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Эй тӳпе, савӑн, эй ҫӗр, хӗпӗрте, эй тусем, хавасланса кӑшкӑрӑр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне лӑплантарчӗ, асап тӳсекенӗсене каҫарчӗ.</verse>
				<verse number="14">Сион вара: «Ҫӳлхуҫа мана пӑрахрӗ, Туррӑм мана манса кайрӗ!» теетчӗ.</verse>
				<verse number="15">Хӗрарӑм хӑйӗн ачине, кӑкӑр ачине, манать-и? хӑй варӗнчен ҫуралнӑскерне манӑҫа хӑварать-и? вӑл мансассӑн та Эпӗ сана манмӑп.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ сана акӑ Хамӑн алӑ тупанӗ ҫинех ӳкерсе хутӑм; санӑн хӳмӳсем яланах Манӑн умӑмра.</verse>
				<verse number="17">Ывӑлусем сан патна васкӗҫ, сана ҫаратакансем, тустаракансем вара сан патӑнтан тухса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Пуҫна ҫӗкле-ха, йӗри-тавра пӑх-ха — вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, санӑн патна килеҫҫӗ. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа, — вӗсем саншӑн чаплӑ тум пек пулӗҫ, вӗсемпе, ҫураҫнӑ хӗр пек, капӑрланӑн.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ арканнӑ вырӑнусем, пушаннӑ хирӳсем, юхӑнса юлнӑ ҫӗрӳ унта пурӑнакансемшӗн шутсӑрах хӗсӗк пулӗ, вара сана хыпса ҫӑтаканӗсем санран хӑпса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Унччен ҫухатнисем хыҫҫӑн ҫуралакан ачусем сана сасӑпах калӗҫ: «маншӑн вырӑн хӗсӗк; мана пурӑнмалӑх вырӑн тупса пар» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Вара ӑшӑнта ҫапла калӑн: «вӗсене ман тӗле кам ҫуратнӑ? эпӗ ачасӑрччӗ, хӗсӗрччӗ, мана аякка тыткӑна илсе кайнӑччӗ, эпӗ пӗчченех тӑрса юлнӑччӗ; ӑҫта пулнӑ-ши вӗсем?»</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Хамӑн аллӑма халӑхсем енне ҫӗклетӗп, йӑхсем умне Хамӑн ялавӑма кӑларса тӑрататӑп, вара санӑн ывӑлусене алӑ ҫинче, санӑн хӗрӳсене хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклесе килӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Патшасем сана тӑрантараканӗсем, патша майрисем сана ҫитерекенӗсем пулӗҫ; сана ҫӗре ҫити пуҫ тайӗҫ, уру тусанне ҫулӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, Мана шанакансем намӑс курманнине пӗлӗн эсӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӑйлинчен унӑн тупӑшне туртса илме, ҫӗнтерӳҫӗрен ун патне тыткӑна лекнисене туртса илме пулать-и?</verse>
				<verse number="25">Пулать! тет Ҫӳлхуҫа: вӑйлийӗнчен те тыткӑнри ҫыннисене туртса илӗҫ, усал патшан тупӑшне те илсе кайӗҫ; мӗншӗн тесессӗн санӑн тӑшманусемпе Эпӗ ҫапӑҫӑп, санӑн ывӑлусене Эпӗ хӑтарӑп;</verse>
				<verse number="26">сана пусмӑрлакансене хӑйсен ӳчӗпех тӑрантарӑп, вӗсем хӑйсен юнне ҫӗнӗ эрех ӗҫнӗ пек ӗҫӗҫ, ӳсӗрӗлӗҫ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Ҫӑлаканӗ, сана Тӳлесе Илекенӗ, Иаковӑн Хӑватлӑ Турри пулнине кирек кам та пӗлсе тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="50">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аннӗре Эпӗ уйӑрӑлнине пӗлтерекен ҫырупа кӑларса янӑччӗ — ӑҫта ҫавӑ? е Эпӗ кивҫене кӗрсе, сире парӑмшӑн сутса янӑ-и? Акӑ сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сутса янӑ, аннӗре сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн уйӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="2">Мӗншӗн-ха Эпӗ килсессӗн никам та ҫукчӗ, Эпӗ чӗнсессӗн никам та хуравламастчӗ? Хӑтармалӑх Манӑн аллӑм кӗскелсе кайнӑ-и вара е ҫӑлмалӑх Манра вӑй-халӑм ҫук-и? Акӑ Эпӗ хӑтӑрса илнипех тинӗсе типӗтетӗп, юханшывсенчен пушхир тӑватӑп; вара пулӑсем шыв ҫитменнипе ҫӗреҫҫӗ, типпе юлса вилеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Пӗлӗтсене Эпӗ сӗмлӗхпе хупӑрлатӑп, вӗсене хуйхӑ тумӗпе витетӗп.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Турӑ Мана, халран кайнине сӑмахпа хунтӑлатӑр тесе, ӑсчахсен чӗлхине парнеленӗ: Вӑл Мана ирсерен вӑратать, вӗренекен итленӗ пек итлетӗр тесе, Манӑн хӑлхама вӑратать.</verse>
				<verse number="5">Манӑн хӑлхама Ҫӳлхуҫа Турӑ уҫса ячӗ, Эпӗ хирӗҫлемерӗм, каялла чакмарӑм.</verse>
				<verse number="6">Ҫурӑмран хӗненӗ чухне те, питӗмрен ҫупа-ҫупа янӑ чухне те хӗнекенсене хирӗҫ тӑмарӑм; сура-сура мӑшкӑлланӑ чухне Хамӑн питӗме хупламарӑм.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Турӑ пулӑшать Мана: ҫавӑнпа Эпӗ вӑтанмастӑп, ҫавӑнпа питӗм-куҫӑм та вутчуль пек ҫирӗп, хама намӑс тивмессе те пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="8">Мана Тӳрре Кӑлараканӗ ҫывӑхрах: кам Манпа тупӑшасшӑн? пӗрле тӑрар. Кам Манпа сутлашасшӑн? Ман патӑма пытӑр.</verse>
				<verse number="9">Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ пулӑшать Мана: кам айӑплӗ Мана? Акӑ вӗсем пурте — кивелнӗ тумтир пек, вӗсене кӗве ҫисе ярӗ.</verse>
				<verse number="10">Сирӗнтен хӑшӗ Ҫӳлхуҫаран хӑрать, Ун Чурийӗн сассине тӑнлать? Кам сӗмлӗхре, ҫутӑсӑр ҫӳрет, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана шанса тӑтӑр, хӑйӗн Турринче тӗрек туптӑр.</verse>
				<verse number="11">Акӑ эсир, вут хыптаракансем, тивертсе ямалли ҫӗмрен тытнисем, эсир пурте хӑвӑр тивертнӗ вут-ҫулӑма, хӗртнӗ ҫӗмренӗрсем кӑларнӑ вут-ҫулӑма кӗрсе каятӑр. Ҫакӑ сире Ман аллӑм урлӑ тивӗ; асаппа пӗтетӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="51">
				<verse number="1">Тӳрӗлӗх енне ӑнтӑлакансем, Ҫӳлхуҫана шыракансем, итлӗр Мана! Чул хысакӗ ҫине пӑхӑр-ха — сире ҫавӑнтан касса кӑларнӑ, шӑтӑк тарӑнӑшне курӑр-ха — сире ҫавӑнтан туртса кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Авраама, хӑвӑр аҫӑра, тата хӑвӑра ҫуратнӑ Саррӑна аса илӗр-ха: Эпӗ Авраама чӗнсе илнӗ чухне вӑл пӗчченччӗ, ӑна пиллӗх патӑм, хунаттартӑм.</verse>
				<verse number="3">Ҫапла, Ҫӳлхуҫа Сиона йӑпатӗ, унӑн мӗнпур ишӗлчӗкне йӑпатӗ, унӑн пушхирӗсене рай пек, унӑн ҫеҫенхирне Ҫӳлхуҫа пахчийӗ пек тӑвӗ; вара унта савӑнӑҫпа хаваслӑх, мухтав сӑмахӗпе юрӑ янӑраса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй халӑхӑм, итле Мана, эй Манӑн йӑхӑм, хӑлхуна Ман енне тай! Манран саккун тухӗ, Манӑн сутӑм халӑхсене ҫутатакан ҫутӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="5">Манӑн тӳрӗлӗхӗм ҫывӑхрах; Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм та ҫӗкленсе тухать; вара Манӑн аллӑм халӑхсене сут тӑвӗ; утравсем Мана шанма пуҫлӗҫ, Манӑн хӑватӑма шанса тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Куҫӑра ҫӗклесе тӳпе ҫине пӑхӑр-ха, ҫӗр ҫине аялалла пӑхӑр: тӳпе тӗтӗм пекех ҫухалӗ, ҫӗр тумтир пекех кивелсе ҫитӗ, ун ҫинче пурӑнакансем вилсе пӗтӗҫ; Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм вара ӗмӗр-ӗмӗр пулӗ, Манӑн тӳрӗлӗхӗм ҫухалмӗ.</verse>
				<verse number="7">Тӳрӗлӗхе пӗлекенсем, Манӑн саккуна чӗринче тытакан халӑх, итлӗр Мана! Ҫынсем хурланинчен ан хӑрӑр, вӗсен усал сӑмахӗнчен ан сехӗрленӗр:</verse>
				<verse number="8">вӗсене, тумтире ҫинӗ пек, кӗве ҫисе ярӗ, вӗсене, ҫӑма ҫинӗ пек, хурт ҫисе ярӗ; Манӑн тӳрӗлӗхӗм вара ӗмӗрех, Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм вара йӑхран йӑхах пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӗклен, ҫӗклен, Ҫӳлхуҫа алли, тӗреклӗ пул! Авалхи саманари пек, авалхи йӑхсен вӑхӑтӗнчи пек ҫӗклен! Раава эсӗ пӗтерменччӗ-и, шыв хӑратмӑшне эсӗ тӗп туманччӗ-и?</verse>
				<verse number="10">Тинӗсе, аслӑ авӑрсене эсӗ типӗтменччӗ-и, ҫӑлӑннисем иртсе кайччӑр тесе, эсӗ тинӗс тӗпне ҫул хывманччӗ-и?</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварнисем каялла таврӑнӗҫ, Сион ҫине юрласа килӗҫ, вӗсен пуҫӗ тӗлӗнче ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ тӑрӗ; вӗсем савӑнӑҫпа телей тупӗҫ; хуйхӑ-суйхӑ иртсе кайӗ.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ, Эпӗ Хам — сире Лӑплантараканӗ. Мӗн эсӗ вилес ҫынран, этемӗн курӑк евӗр ывӑлӗнчен, хӑратӑн? Ху вара хӑвна Пултаракана — тӳпене карса хунӑ, ҫӗр никӗсне хывнӑ Ҫӳлхуҫана — манатӑн, анчах пусмӑрҫӑн хаярлӑхӗнчен — вӑл сана тӗп тума хатӗр пулнӑн — пӗр чарӑнмасӑр, вӗҫӗмсӗр, кашни кунах чӗтресе тӑратӑн. Анчах та пусмӑрҫӑн хаярлӑхӗ ӑҫта?</verse>
				<verse number="13"></verse>
				<verse number="14">Тыткӑна лекнине кӗҫех ирӗке кӑларӗҫ, вӑл тӗрмере вилмӗ, ҫӑкӑрсӑр асапланмӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тинӗс хумӗсене ахӑрмалла пӑлхатаканӗ: Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="16">Тӳпене тытӑнтарса тӑмашкӑн, ҫӗре ҫирӗплетмешкӗн, Сиона: «эсӗ Манӑн халӑхӑм» тесе каламашкӑн Хамӑн сӑмахӑмсене санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна хывӑп, сана Хамӑн аллӑм хӳттипе витсе тӑрӑп.</verse>
				<verse number="17">Вӑран, вӑран, ҫӗклен, Иерусалим, Ҫӳлхуҫа аллинчен Унӑн хаярлӑхӗн куркине ӗҫсе янӑскерӗ, ӳсӗртекен куркана тӗппипе, тумлам юлмиччен ӗҫнӗскерӗ, ҫӗклен.</verse>
				<verse number="18">Хӑй ҫуратнӑ пур ывӑлӗ хушшинчен тупӑнман ӑна ертсе ҫӳрекенӗ, хӑй ӳстернӗ пур ывӑлӗ хушшинчен ӑна алӑран тытса пыраканӗ те тупӑнман.</verse>
				<verse number="19">Сана икӗ тӗрлӗ инкек ҫитнӗ! Камах кулянӗ-ши саншӑн? Ҫарату та вӗлерӳ, выҫлӑх та хӗҫ! Камах йӑпатӗ-ши сана?</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитнӗрен, хӑвӑн Турру хӑратса ӳкернӗрен санӑн ывӑлусем халран кайнӑ, танатана лекнӗ хир качаки пек, пӗтӗм урам кӗтессинче выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Эппин, итле ҫакна, асап тӳсекенӗ, эрех ӗҫмесӗрех ӳсӗрӗлсе кайнӑскерӗ,</verse>
				<verse number="22">хӑвӑн Ҫӳлхуҫу, Хӑй халӑхӗшӗн тавӑракан Турӑ, хӑвӑн Турру, ҫапла калать: акӑ Эпӗ санӑн аллунтан ӳсӗртекен куркана, Хамӑн хаярлӑхӑм куркинчи ҫӗпрене, илӗп; урӑх ӗҫмӗн ӑна,</verse>
				<verse number="23">вара ҫавӑ куркана сана асаплантаракансене, сана: «ӳпне ӳк, сан тӑрӑх утса кайӑпӑр» тенӗскерсене, санӑн ҫурӑмна ура айӗнчи пылчӑк вырӑнне, иртсе ҫӳрекен урам вырӑнне хунӑскерсене аллинченех тыттарӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="52">
				<verse number="1">Ҫӗклен, ҫӗклен, вӑй-хӑватна тӑхӑн, Сион! Эй Иерусалим, сӑваплӑ хула, аслӑлӑхун чаплӑ тумне тӑхӑн! Ӳт кастарманнийӗ, таса марри ӗнтӗ сан хутлӑхна кӗреймӗ.</verse>
				<verse number="2">Тусанна силлесе тӑк; ҫӗклен, тыткӑнри Иерусалим! мӑюнти сӑнчӑрна хывса ывӑт, Сионӑн тыткӑнри хӗрӗ!</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: нимӗнсӗрех сутса янӑ сире, кӗмӗл тӳлемесӗрех хӑтарӗҫ сире.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Манӑн халӑхӑм, пурӑнма тесе, ӗлӗк Египета ҫӳренӗ, Ассур ӑна сӑлтавсӑрах хӗсӗрленӗ.</verse>
				<verse number="5">Халӗ вара Манӑн кунта мӗн пулчӗ-ха? тет Ҫӳлхуҫа; Манӑн халӑхӑма тӳлевсӗрех илнӗ, вӗсен патшисем урсах кайнӑ, тет Ҫӳлхуҫа, Манӑн ятӑма пӗр вӗҫӗмсӗр, кашни кун хурлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпах ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм Манӑн ятӑма пӗлӗ; ҫавӑ кунхине вӑл Эпӗ унчченхи пекех пулнине, Эпӗ: «Эпӗ кунтах!» тесе каланӑ чухнехи пекех пулнине пӗлӗ.</verse>
				<verse number="7">Тӑнӑҫлӑха пӗлтерекенӗн, савӑнӑҫ пирки ырӑ хыпар сараканӑн, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентекенӗн, Сиона: «санӑн Турру патшана ларчӗ!» теекен ырӑ хыпарҫӑн ури ту ҫинче еплерех кӗрнеклӗ!</verse>
				<verse number="8">Санӑн хуралҫусен сасси — епле хытӑ кӑшкӑраҫҫӗ, вӗсем пурте пӗрле савӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Сиона таврӑннине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем кураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Эй Иерусалим ишӗлчӗкӗсем, хӗпӗртенӗр, савӑнӑр, пӗрле юрлӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне йӑпану кӳчӗ — Иерусалима хӑтарчӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн таса та хӑватлӑ вӑйне пур халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартрӗ — ҫӗрӗн мӗнпур вӗҫӗ-хӗррийӗ пирӗн Туррӑмӑр ҫӑлнине курӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй Ҫӳлхуҫа савӑтне йӑтса ҫӳрекенсем, килӗр, килӗр, тухӑр унтан; таса маррине ан тӗкӗнӗр; тухӑр ун хушшинчен, хӑвӑра тасатӑр.</verse>
				<verse number="12">Васкамасӑр тухатӑр эсир, чупмасӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа пырӗ, хыҫӑртан Израиль Турри сыхласа пырӗ.</verse>
				<verse number="13">Акӑ Манӑн Чурам ӑнӑҫуллӑ пулӗ, асла тухӗ, ҫӗкленӗ, мухтавлӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӑна курсассӑн чылайӑшӗ тӗлӗнсе кайӗ: Унӑн ырӑ сӑнне тискерле амантса пӗтернӗ, этем ывӑлне никама та ҫапла суранлатман.</verse>
				<verse number="15">Вӑл халӑхсене нумайӑшне тӗлӗнтерсе пӑрахӗ; Ун умӗнче патшасем ҫӑварне хупӗҫ: вӗсем хӑйсене каламаннине курӗҫ, хӑйсем илтменнине пӗлӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="53">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫамӑр! пирӗнтен илтнӗ сӑмаха кам ӗненнӗ, Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ кама курӑннӑ?</verse>
				<verse number="2">Вӑл Унӑн умне типӗ ҫӗртен шӑтакан хунав пек, калча пек шӑтса тухнӑ; Унра кӗрнеклӗхӗ те, чапӗ те ҫук; эпир куртӑмӑр Ӑна, пире Хӑй патне илӗртмелӗх Унӑн сӑн-сӑпачӗ те ҫукчӗ.</verse>
				<verse number="3">Ӑна — хӗн-асап тӳснӗ ара, чир-чӗр мӗнне пӗлекенскере — ҫынсем умӗнче мӑшкӑллатчӗҫ, ӑҫтиҫук вырӑнне хуратчӗҫ, пирӗн Ун ҫине пӑхас та килместчӗ, Унран йӗрӗнетчӗҫ, эпир Ӑна ним вырӑнне те хумастӑмӑр.</verse>
				<verse number="4">Вӑл вара пирӗн асапа, нишлӗхе Хӑй ҫине илнӗ, пирӗн чир-чӗре йышӑннӑ; эпир ӗнтӗ Ӑна Турӑ асап кӳнӗ, Ӑна Турӑ хаса панӑ, кӗҫӗне хӑварнӑ тесе шутланӑ.</verse>
				<verse number="5">Анчах та Вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн суранланнӑ, пирӗн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн асапланнӑ; пирӗн тӗнче айӑпне Ун ҫине тиенӗ, эпир вара Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.</verse>
				<verse number="6">Эпир пурте, сурӑхсем пек, аташса ҫӳрерӗмӗр, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пӑрӑнса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пирӗн пурсӑмӑрӑн ҫылӑхӗсене Ун ҫине хучӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӑна асаплантарнӑ, анчах Вӑл ҫакна Хӑй ирӗкӗпе тӳснӗ, Вӑл ҫӑварне те уҫман; пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен.</verse>
				<verse number="8">Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман; Унӑн шӑпи ҫинчен кам шухӑшлать? Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ; Ӑна Ман халӑхӑмӑн ҫылӑхӗсемшӗн вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӑна хурахсемпе юнашар пытарма палӑртнӑ, анчах Ӑна пуянӑн тупӑклӑхне пытарнӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл ҫылӑха кӗмен, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче суя-ултав пулман.</verse>
				<verse number="10">Анчах та Унӑн вилӗмӗ Ҫӳлхуҫашӑн юрӑхлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа Вӑл Ӑна асап курма пӳрнӗ. Унӑн чунӗ ӳкӗнӗҫ парни кӳрсессӗн, Вӑл вара ӗмӗрлӗх ӑрӑва курӗ, Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ Унӑн аллипе пурӑнӑҫланса пырӗ.</verse>
				<verse number="11">Хӑй чунӗн аслӑ ӗҫӗ ҫине Вӑл кӑмӑллӑн пӑхӗ; Турра пӗлнипе Вӑл — Сӑваплӑскер, Манӑн Чурам — чылайӑшне тӳрре кӑларӗ, вӗсен ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илӗ.</verse>
				<verse number="12">Хӑйӗн чунне вилӗме панӑшӑн, Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗшӗн, нумайӑшӗн ҫылӑхне Хӑй ҫине илнӗшӗн, усал ҫынсене хунтӑланӑшӑн Эпӗ Ӑна аслисем хушшинче пай парӑп, Вӑл вӑйлисемпе пӗрле тупӑш уйӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="54">
				<verse number="1">Эй хӗсӗр арӑм, ача ҫуратман арӑм, савӑн; эй ҫуратса асапланман арӑм, кӑшкӑр та хӗпӗрте: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: пӑрахса хӑварнӑ арӑмӑн ачи-пӑчийӗ упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен ытларах.</verse>
				<verse number="2">Чатӑрна аслӑлат, тӑррине сарлака ту; ан вӑтан — вӗренӳсене вӑрӑмрах тӑс, шалчусене ҫирӗп ларт:</verse>
				<verse number="3">эсӗ сылтӑмалла та, сулахаялла та сарӑлӑн, санӑн ӑрӑву халӑхсене пӑхӑнтарӗ, тустарса тухнӑ хуласенче пурӑнма пуҫлӗ.</verse>
				<verse number="4">Ан хӑра — намӑса тӑрса юлмӑн; ан шиклен — мӑшкӑл курмӑн: яшлӑхунта намӑс тӳснине эсӗ манӑн, тӑлӑх арӑмӑн хурлӑ пурӑнӑҫне текех аса илмӗн:</verse>
				<verse number="5">санӑн упӑшку — хӑвна Пултараканӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа; сана ҫӑлаканӗ — Израиль Святойӗ: пӗтӗм тӗнче Турри тесе калӗҫ Ӑна.</verse>
				<verse number="6">Пӑрахса хӑварнӑ, чун-чӗререн кулянакан арӑма чӗннӗ пекех чӗнет сана Ҫӳлхуҫа, яш вӑхӑтри арӑма, уйӑрса янӑскерне, чӗннӗ пекех чӗнетӗп, тет санӑн Турру.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ сана вӑхӑтлӑха ҫеҫ хӑвартӑм, халӗ тем пекех хӗрхенсе йышӑнӑп сана.</verse>
				<verse number="8">Ҫиллӗм хӗрсе ҫитнӗ чухне сӑнӑма вӑхӑтлӑха санран пытартӑм, анчах ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх парса каҫарӑп сана, тет Ҫӳлхуҫа, сана Хӑтараканӗ:</verse>
				<verse number="9">Маншӑн ҫакӑ — Ной шывӗ пекех: Ной шывӗ ҫӗр ҫине урӑх килмӗ тесе тупа тунӑ евӗр, Эпӗ сана ҫилленмӗп, сана ӳпкелемӗп тесе тупа турӑм.</verse>
				<verse number="10">Тусем вырӑнӗнчен куҫӗҫ, сӑртсем чӗтресе хускалӗҫ — Манӑн ырӑлӑхӑм вара санран уйӑрӑлмӗ, санпа хывнӑ халалӑм улӑшӑнмӗ, тет сана савакан Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="11">Мӗскӗнскер, сана ҫил-тӑвӑл тулать, эсӗ лӑпланӑҫ мӗнне пӗлместӗн! Акӑ никӗсне рубин хурӑп, санӑн никӗсне сапфиртан хывӑп;</verse>
				<verse number="12">чӳречӳсене рубинран тӑвӑп, хапхусене — ӗнчӗрен, мӗнпур хӳмӳне хаклӑ чулсенчен тӑвӑп.</verse>
				<verse number="13">Санӑн пур ывӑлна та Ҫӳлхуҫа вӗрентӗ, ывӑлусем пурӑнӗҫ тӑнӑҫлӑн, татуллӑн.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ тӳрӗлӗхпе ҫирӗпленӗн, пусмӑртан инҫетре тӑрӑн: ӗнтӗ хӑрамалли ҫук санӑн; тискерлӗхрен аякра пулӑн, вӑл сан патна ҫывӑхараймӗ.</verse>
				<verse number="15">Акӑ сана хирӗҫ вӑрҫма хатӗрленӗҫ, анчах ку — Ман ирӗкӗм мар; сана хирӗҫ вӑрҫма кирек кам хатӗрлентӗр — тӗп пулӗ.</verse>
				<verse number="16">Вутри кӑмрӑка вӗрсе ҫунтаракан, вӑрҫӑ кӑралӗ туптакан тимӗрҫӗне Эпӗ пултартӑм. Тӗп тӑвакан пӗтермӗше Эпӗ пултартӑм.</verse>
				<verse number="17">Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ; санпа сутра тавлашакан кирек кама та эсӗ хӑв айӑплӑн. Ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа чурисене тивӗҫлӗ пай, вӗсем Ман урлӑ тӳрре тухаҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="55">
				<verse number="1">Шывшӑн антӑхакансем! пурте шыв патне кайӑр; кӗмӗлсӗррисем, эсир те кайӑр, туянӑр та ҫийӗр; кайӑр, кӗмӗлсӗрех, тӳлемесӗрех эрехпе сӗт туянӑр.</verse>
				<verse number="2">Апат мар япалашӑн сирӗн мӗншӗн кӗмӗл виҫсе памалла-ха? тӑрантарман япалашӑн сирӗн мӗншӗн хӑвӑр ӗҫлесе илнине памалла-ха? Мана тимлӗн тӑнлӑр, вара пахине ҫийӗр, сирӗн чунӑр ҫупа тутӑ пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Хӑлхӑра тайӑр та Ман патӑма килӗр: итлӗр, чунӑр чӗрӗ пулӗ — вара Давида пама пулнӑ ӗмӗрлӗх халала, улшӑнми ырӑлӑха, сире парӑп;</verse>
				<verse number="4">Эпӗ ӑна халӑхсенӗн кӳнтеленӗ, ҫулпуҫӗ, халӑхсене вӗрентекенӗ турӑм.</verse>
				<verse number="5">Акӑ эсӗ хӑв пӗлмен халӑха чӗнсе илӗн, вара сана пӗлмен халӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, Израиль Святойӗшӗн сан патна васкӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сана мухтава кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫана тупма май пур чухне — шырӑр Ӑна; Вӑл ҫывӑхрах чухне — чӗнӗр Ӑна.</verse>
				<verse number="7">Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр, Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнтӑр, Вӑл ӑна каҫарӗ, пирӗн Туррӑмӑр патне пытӑр: Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ.</verse>
				<verse number="8">Сирӗн шухӑшӑр — Манӑн шухӑшӑм мар, Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм — сирӗн ҫулӑрсем мар, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Тӳпе ҫӗртен ҫӳлерех пулнӑ пек, Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм те сирӗн ҫулӑрсенчен ҫӳлерех, Манӑн шухӑшӑм та сирӗн шухӑшӑртан ҫӳлерех.</verse>
				<verse number="10">Ҫумӑрпа юр тӳперен анаҫҫӗ, каялла таврӑнмаҫҫӗ, ҫӗре шӑварса, ӑна вӑй параҫҫӗ: ҫӗр вара ҫуратать, ӳстерет, акакана вӑрлӑх, ҫиекене ҫӑкӑр парать.</verse>
				<verse number="11">Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухакан сӑмах та ҫавӑн пек: вӑл Ман патӑма усӑсӑр таврӑнмасть, Мана мӗн кирлӗ — ҫавна тӑвать, Эпӗ ӑна мӗн тума янӑ — ҫавна пурӑнӑҫа килтерет.</verse>
				<verse number="12">Апла эсир хаваслансах тухатӑр, сире кӑмӑллӑн ӑсатса ярӗҫ; тусемпе сӑртсем сирӗн умӑрта юрӑ юрлӗҫ, хирти йывӑҫсем пурте сире алӑ ҫупӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Йӗплӗ тӗмсем вырӑнне кипарис ӳссе ларӗ, вӗлтӗрен вырӑнне мирт йывӑҫӗ ӳсӗ; ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн пулӗ, нихӑҫан арканми ӗмӗрлӗх паллӑшӑн пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="56">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӗрӗссине тӑвӑр: Эпӗ ҫӑласси, Манӑн чӑнлӑхӑм пӗлтересси ҫывӑхрах.</verse>
				<verse number="2">Ҫапла тӑвакан ар, ҫакна ҫирӗп тытса тӑракан, шӑматкуна ирсӗрлӗхрен упракан, аллине усал ӗҫ тӑвасран тытса чаракан этем ывӑлӗ телейлӗ.</verse>
				<verse number="3">Урӑх йӑхӑн ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫана уяканскер: «Ҫӳлхуҫа мана Хӑйӗн халӑхӗнчен уйӑрӗ» тесе ан калатӑр, хайран та: «акӑ эпӗ — хӑрнӑ йывӑҫ» тесе ан калатӑр.</verse>
				<verse number="4">Хайрансем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн шӑматкуна уякансене, Маншӑн юрӑхлине суйласа илекенсене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене</verse>
				<verse number="5">Эпӗ Хамӑн Ҫуртӑмра, Хамӑн килӗмре ывӑлсемпе хӗрсенчен лайӑхраххине — нихӑҫан пӗтмелле мар ӗмӗрлӗх ят — парӑп.</verse>
				<verse number="6">Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те</verse>
				<verse number="7">Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Израилӗн сапаланнӑ ҫыннисене пухакан Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫакӑнта пуҫтарнӑ ҫынсем ҫумне Эпӗ ыттисене те пуҫтарӑп.</verse>
				<verse number="9">Хирти мӗнпур тискер кайӑк, вӑрманти мӗнпур тискер кайӑк, килӗр, ҫийӗр!</verse>
				<verse number="10">Вӗсен хуралҫисем пурте суккӑр тата ӑссӑр; вӗсем пурте — чӗлхесӗр, вӗрме пӗлмен, хырӑмпа шӑвӑнса ҫӳрекен, ҫывӑрма юратакан йытӑсем.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем — ҫӑткӑн чунлӑ, тӑранма пӗлмен йытӑсем! Вӗсем — ӑссӑр кӗтӳҫӗсем: кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пырать, кашнийӗ хӑйӗн усламне шырать.</verse>
				<verse number="12">«Килӗр, эпӗ эрех тупса хуратӑп, тӑраниччен ҫиккер ӗҫӗпӗр, ыран та паянхи пекех пулать, тен, ытларах та савӑнӑпӑр!» теҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="57">
				<verse number="1">Тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан вилет, анчах никам та вӑл вилнине чунӗ патне илмест; сӑваплӑ арсене те ҫӗр ҫинчен илсе каяҫҫӗ, ҫакӑ вӑл тӳрӗ ҫынна усалтан уйӑрса кайни пулнине никам та ӑнланмасть.</verse>
				<verse number="2">Вӑл канӑҫлӑха каять; тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекенсем выртан вырӑнӗ ҫинче канӑҫлӑх курӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Эй асамҫӑ арӑм ывӑлӗсем, аскӑн арпа асӑх арӑм вӑрлӑхӗ, килӗр-ха кунта, ҫывӑхарӑр-ха!</verse>
				<verse number="4">Камран кулатӑр эсир? кама хирӗҫ ҫӑвар каратӑр, чӗлхе кӑларса витлетӗр? эсир усал ӗҫ ачисем, суя-ултав вӑрлӑхӗ мар-и?</verse>
				<verse number="5">кашни лаштра йывӑҫ айне йӗрӗхсем патне аскӑнма чупакансем, шывсем ҫывӑхӗнче, сӑртсен хушӑкӗсенче хӑвӑр ачӑрсене пусса паракансем мар-и эсир?</verse>
				<verse number="6">Эсӗ илес пай — ҫырма хӗрринчи яка чулсем; ӗнтӗ вӗсем, вӗсем — санӑн шӑпу; эсӗ вӗсем ҫине эрех сапатӑн, вӗсене парне паратӑн: ҫакӑ кӑмӑллӑ пулма пултарать-и Маншӑн?</verse>
				<verse number="7">Ҫӳллӗ, таҫтан курӑнакан ту ҫинче эсӗ выртмалли вырӑн тӑватӑн, унта парне кӳме улӑхатӑн.</verse>
				<verse number="8">Алӑк хыҫӗнче, алӑк янаххи хыҫӗнче те хӑвӑн паллусене лартатӑн; Манран пӑрӑнса кайнӑскер, эсӗ ҫарамасланатӑн та улӑхатӑн; вырӑнна сарса аслӑлататӑн, вара хӑв кампа выртма юрататӑн, ҫавӑнпа килӗшсе татӑлатӑн — вырӑн шыратӑн.</verse>
				<verse number="9">Ырӑ шӑршӑллӑ ҫу илсе эсӗ патша патне те кайнӑ, тем тӗрлӗ те сӗрӗннӗ, хӑвӑн элчӳсене аякках ӑсатнӑ, эсӗ ӗнтӗ ҫӗр тӗпне анса каймаллах мӗскӗнленнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫулпа чылай пынӑран ӗшеннӗ, анчах та эсӗ: «шанӑҫӑм пӗтрӗ!» тесе каламан; санӑн аллунта ҫав-ҫавах чӗрӗ вӑй пулнӑ, ҫавӑнпах ӗнтӗ халран кайнине те туйман.</verse>
				<verse number="11">Манран сивӗнмеллех, Мана манса каймаллах, Мана чӗрӳнтен кӑларса пӑрахмаллах эсӗ камран хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ вара? Эпӗ чӗнменнипе, чылай хушӑ чӗнменнипе эсӗ Манран хӑрами пултӑн мар-и?</verse>
				<verse number="12">Эпӗ санӑн тӳрӗлӗхне, санӑн ӗҫӳсене кӑтартӑп, анчах та вӗсем саншӑн усӑллӑ пулмӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ кӑшкӑрнӑ-ӳленӗ чухне эшкерӳ ҫӑлӗ-ши сана? — вӗсене пурне те ҫил вӗҫтерсе кайӗ, варкӑш сапаласа ярӗ; Мана шанса тӑраканӗ вара ҫӗре еткере илӗ, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма тытса тӑма пуҫлӗ.</verse>
				<verse number="14">Калӗҫ ун чухне: тикӗслетӗр, тикӗслетӗр, ҫул-йӗре тикӗс тӑвӑр, Ман халӑхӑмӑн ҫулӗ ҫинчи чӑрмавсене илсе пӑрахӑр.</verse>
				<verse number="15">Мухтавлӑскер, Аслӑ Чапа Тухнӑскер, ӗмӗр Пурӑнаканӗ, — Унӑн ячӗ Святой, — ҫапла калать: Эпӗ тӳпере, сӑваплӑ вырӑнта пурӑнатӑп, тата Эпӗ — хурлӑх тӳсекенсен халне чӗртмешкӗн, мӗскӗнсен чӗрине чӗртмешкӗн — мӗскӗнсемпе, хурлӑх тӳсекенсемпе пӗрле пурӑнатӑп.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ ӗмӗрӗпех сутлашмӑп, вӗҫне ҫитиех ҫилленмӗп; унсӑрӑн Хамах пултарнӑ чӗм те, сывлӑш сывлаканӗ те пурте Хамӑн умрах халсӑрланса ҫитӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Укҫа-тенкӗшӗн антӑхса ҫылӑха кӗнӗшӗн Эпӗ вӗсене ҫилленеттӗм, асап хураттӑм, сӑнӑма пытараттӑм, тарӑхаттӑм; анчах та вӗсем, Манран уйӑрӑлса, хӑйсен чӗри ҫулӗпе кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ вӗсен ҫулӗсене асӑрхасах тӑтӑм, ҫавах вӗсене сыватӑп, ертсе ҫӳрӗп, вӗсене, хурлӑх тӳсекенсене, йӑпатӑп.</verse>
				<verse number="19">Хамӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫлӑп: канӑҫлӑх пултӑр, аякрине те, ҫывӑхрине те канӑҫлӑх пултӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вӗсене сыватӑп.</verse>
				<verse number="20">Ҫылӑхлисем вара — хумханакан, ниепле те лӑпланма пултарайман, юшкӑнпа пылчӑк кӑларса ывӑтакан тинӗс пек.</verse>
				<verse number="21">Ҫылӑхлисемшӗн канӑҫлӑх ҫук, тет манӑн Туррӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="58">
				<verse number="1">Хытӑ кӑшкӑр, хӑвна ан чар; сассуна вӑйлат — трупа пек пултӑр, Манӑн халӑхӑма хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене, Иаков килне хӑйӗн ҫылӑхӗсене кӑтарт.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем — тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, хӑй Туррийӗн саккунӗсене тытса тӑма пӑрахман халӑх пек — кунсеренех Мана шыраҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлесшӗн; вӗсем Манран тӳрӗлӗх сучӗ ҫинчен ыйтаҫҫӗ, вӗсем Турӑ патне ҫывӑхарасшӑн:</verse>
				<verse number="3">«эпир типӗ мӗншӗн тытатпӑр, Эсӗ курмастӑн-им? чунӑмӑра йӑвашлататпӑр, Эсӗ пӗлместӗн-им?» теҫҫӗ. Эсир типӗ тытмалли кун та хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑватӑр, ыттисене йывӑр ӗҫ тума хистетӗр.</verse>
				<verse number="4">Эсир акӑ тавлашма та хирӗҫме, ыттисене чарусӑр алӑпа ҫапма-хӗнеме типӗ тытатӑр; ҫапла типӗ тытатӑр пулсассӑн, сирӗн сассӑра ҫӳлте илтес ҫук ҫав.</verse>
				<verse number="5">Ҫын хӑйӗн чунне тӑвӑнтарса ҫитернӗ кун — пуҫне хӑмӑш пек авса пӗкнӗ, хӑйӗн айне ҫӗтӗк-ҫатӑк та кӗл сарнӑ кун — Эпӗ суйласа илнӗ типӗ кунӗ шутланать-и вара? Ҫакна типӗ тытни тетӗн-и, Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ кун тетӗн-и?</verse>
				<verse number="6">Эпӗ акӑ мӗне суйласа илнӗ, типӗ тытасси акӑ мӗнле пулмалла: тӗрӗсмарлӑх сӑнчӑрне тат, пусмӑр тӑллине салт, хӗсӗрленине тӳсекенсене ирӗке яр, пур сӳсмен ҫыххине те татса ывӑт;</verse>
				<verse number="7">ҫӑкӑрна выҫӑ ҫынпа пайла, килсӗр-ҫуртсӑр чухӑна пӳртне илсе кӗр; ҫарамассине курсассӑн — тумлантар ӑна, вӗсем те ҫынсемех — ан пытан.</verse>
				<verse number="8">Вара санӑн ҫуту шуҫӑм пек уҫӑлӗ, кӗҫех суранӑрсем тӳрленӗҫ, тӳрӗлӗхӳ хӑвӑн умӑнтан пырӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавӗ санпа пӗрлех ҫӳрӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑн чухне чӗнӗн те эсӗ — Ҫӳлхуҫа илтӗ сана; тархаслӑн та — Вӑл: «Эпӗ кунтах!» тейӗ. Эсӗ хӑвӑр хушшӑрти пусмӑра пӗтерсессӗн, пӳрнӳне ҫӳлелле ҫӗклеме, кӳрентерсе калаҫма пӑрахсассӑн,</verse>
				<verse number="10">хӑвӑн чунна выҫӑ ҫынна парсассӑн, инкекри этем чунне тӑрантарсассӑн тӗттӗмлӗхре санӑн ҫуту ҫӗкленсе тухӗ, санӑн сӗмлӗхӳ кӑнтӑр кунӗ евӗр ҫуталса кайӗ;</verse>
				<verse number="11">вара Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ, шӑрӑх та типӗ вӑхӑтра чунна тӑрантарӗ, шӑмму-шаккуна ҫу хывӗ, эсӗ вара тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек, нихӑҫан та тапма чарӑнман шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулӑн.</verse>
				<verse number="12">Авалхи ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗ хуласем эсӗ лартӑн, темиҫе ӗмӗр выртакан никӗссене ҫӗнетӗн, вара сана ишӗлчӗксене юсаканӗ, пурӑнакансем валли ҫӗнӗ урам тӑваканӗ, тейӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн,</verse>
				<verse number="14">эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="59">
				<verse number="1">Ҫӑлас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли кӗскелмен, илтес тесессӗн, Унӑн хӑлхи хупланман.</verse>
				<verse number="2">Анчах сире хӑвӑр Туррӑртан йӗркесӗр ӗҫӗрсем уйӑрттарса янӑ, ҫылӑхӑрсене пула, сире илтес мар тесе, Вӑл Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытарнӑ,</verse>
				<verse number="3">мӗншӗн тесессӗн сирӗн аллӑр юнпа, сирӗн пӳрнӗрсем йӗркесӗр ӗҫсемпе ирсӗрленнӗ; сирӗн тута-ҫӑварӑр суя суять, сирӗн чӗлхӗр тӗрӗсмарлӑх калать.</verse>
				<verse number="4">Тӳрӗлӗхшӗн нихӑшӗ те вирлӗн калаҫмасть, нихӑшӗ те чӑнлӑха хӳтӗлемест: ӑҫтиҫука шанаҫҫӗ, суя суяҫҫӗ, усал тӗвӗлеҫҫӗ те усал ӗҫ ҫуратаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">ҫӗлен ҫӑмартисене пусса лараҫҫӗ, эрешмен карти караҫҫӗ: кам ҫав ҫӑмартана ҫиет, ҫавӑ вилет, лапчӑтсассӑн — ҫӗлен шуса тухать.</verse>
				<verse number="6">Эрешмен карти тумтир тума юрӑхсӑр, вӗсем хӑйсем мӗн тунине тӑхӑнаймӗҫ; вӗсен ӗҫӗсем — усал ӗҫсем, аллисем хӗсӗрлеҫҫӗ, пусмӑрлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсенӗн урисем усал тума чупаҫҫӗ, вӗсем айӑпсӑр юн юхтарма васкаҫҫӗ; вӗсен шухӑшӗсем — ҫылӑхлӑ шухӑшсем; вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм.</verse>
				<verse number="8">Тӑнӑҫлӑх ҫулне пӗлмеҫҫӗ вӗсем, вӗсен ҫулӗ ҫинче тӳрӗ сут ҫук; вӗсен ҫулӗсем кукӑрӑлса кайнӑ, ҫав ҫулсемпе пыракан никам та тӑнӑҫлӑх мӗнне пӗлмест.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпах ӗнтӗ сут пирӗн патӑртан аякра, пирӗн патӑмӑра тӳрӗ сут ҫитеймест; ҫутта кӗтетпӗр те, тӗттӗм акӑ, ҫутӑлса каясса кӗтетпӗр те — хамӑр сӗмлӗхре ҫӳретпӗр.</verse>
				<verse number="10">Суккӑрсем пек, хӳмене хыпаласа ҫӳретпӗр, куҫсӑр юлнӑ пек, хыпашласа пыратпӑр; кӑнтӑр кунӗнчех, каҫ сӗмӗ ҫитнӗ пек, такӑнатпӑр, чӗррисем хушшинче вара — вилнисем пек.</verse>
				<verse number="11">Эпир пурте упа пек мӗкӗретпӗр, кӑвакарчӑн пек йынӑшатпӑр; тӳрӗ сут пуласса кӗтетпӗр, анчах вӑл ҫук, ҫӑлӑнӑҫа шанатпӑр — пирӗн патӑртан аякра вӑл.</verse>
				<verse number="12">Санӑн умра темӗн чухлӗ усал ӗҫ турӑмӑр, пирӗн ҫылӑхсем пире хирӗҫле кӳнтелеҫҫӗ: усал ӗҫӗмӗрсем хамӑрпа пӗрлех ҫав, эпир хамӑрӑн усал ӗҫсене пӗлсех тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="13">Эпир улталарӑмӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче суйрӑмӑр, хамӑр Туррӑмӑртан пӑрӑнтӑмӑр; элеклерӗмӗр, сутӑнчӑкла калаҫрӑмӑр, чӗрере суя сӑмах тӗвӗлесе, суя сӑмахах ҫуратрӑмӑр.</verse>
				<verse number="14">Вара тӳрӗ сут каялла чакрӗ, тӗрӗслӗх аякка кайса тӑчӗ, мӗншӗн тесессӗн чӑнлӑх урам тӑваткӑлӗнче такӑнчӗ, тӳрӗлӗх те кунта килеймест.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ чӑнлӑх пӗтрӗ, усалтан пӑрӑнакана мӑшкӑллаҫҫӗ. Ҫӳлхуҫа ҫакна курнӑ, тӳрӗлӗх ҫукки Унӑн куҫӗшӗн ытла ирсӗр курӑннӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫын ҫуккине курнӑ вара, хӳтӗлевҫӗ ҫуккинчен тӗлӗннӗ вара; Ӑна ӗнтӗ Хӑйӗн вӑйӗ-хӑвачӗ пулӑшнӑ, Ӑна Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗ хунтӑланӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл тимӗр тумтир вырӑнне тӳрӗлӗх тӑхӑннӑ, пуҫне тимӗр калпак, ҫӑлӑнӑҫ калпакӗ, тӑхӑннӑ; тавӑру ризине тумтир пек тӑхӑнса янӑ, юпӑнчӑпа витӗннӗ пек, хаярлӑхпа витӗннӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл тавӑру виҫипе виҫсе парӗ, Хӑйне хирӗҫ тӑракансене хаяррӑн, Хӑйӗн тӑшманӗсене ҫилӗллӗн виҫсе парӗ, утравсене тивӗҫлипе тавӑрӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа ятӗнчен анӑҫра хӑраса ӳкӗҫ, Унӑн мухтавӗнчен хӗвел тухакан ҫӗрте сехӗрленӗҫ. Тӑшман юханшыв пек капланса килсессӗн, Ҫӳлхуҫа варкӑшӗ хӑваласа ярӗ ӑна.</verse>
				<verse number="20">Вара Сиона Ҫӑлаканӗ, Иаковӑн ҫылӑхран пӑрӑннӑ ывӑлӗсене Ҫӑлаканӗ килӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="21">Акӑ Манӑн вӗсемпе хывнӑ халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа: Манӑн сан ҫинчи Сывлӑшӑм, Эпӗ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна хывнӑ сӑмахӑмсем санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунтан, санӑн ӑрӑвун чӗлхи-ҫӑварӗнчен, сан ӑрӑвусен ӑрӑвӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗнчен паянтан пуҫласа ӗмӗр-ӗмӗр кайма пӗлмӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="60">
				<verse number="1">Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫутал: санӑн ҫуту ҫитрӗ, сан ҫийӗн Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тухрӗ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ ӗнтӗ ҫӗре тӗттӗм хуплӗ, халӑхсене сӗмлӗх хуплӗ; сан тӗлӗнте вара Ҫӳлхуҫа ҫуталса тӑрӗ, сан ҫийӗн Унӑн мухтавӗ ҫитӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара халӑхсем санӑн ҫуту патне, патшасем сан ҫийӗн ялкӑшса тухакан ялтӑрав патне килӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Куҫна ҫӗкле те тавралла пӑхса ил: вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, сан патна килеҫҫӗ; санӑн ывӑлусем аякран килеҫҫӗ, санӑн хӗрӳсене алӑ ҫинче ҫӗклесе килеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакна курӑн та хӗпӗртесех ӳкӗн, чӗрӳ кӑртлатса илӗ, анлӑн тапма пуҫлӗ, мӗншӗн тесессӗн тинӗс пуянлӑхӗ санӑн пулӗ, халӑхсен пурлӑхӗ сан патна килӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӗтӗм ураму тулли тӗве — Мадианран, Ефаран килнӗ пӗр курпунлӑ тӗве — пулӗ; сан патна Савӑра пурӑнакансем ҫитӗҫ, ылтӑнпа латӑн илсе килӗҫ, Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне пӗлтерӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Кидарӑн мӗнпур сурӑхне пухӗҫ сан патна; Неваиоф такисем саншӑн усӑллӑ пулӗҫ: вӗсене — Маншӑн кӑмӑллӑ парнене — парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӑн, вара Эпӗ мухтавлӑхӑн Ҫуртне мухтава кӑларӑп.</verse>
				<verse number="8">Камсем вӗсем — пӗлӗтсем пек, кӑвакарчӑнсем хӑйсен йӑви патне вӗҫнӗ пек вӗҫеҫҫӗ?</verse>
				<verse number="9">Ҫапла, Мана утравсем кӗтеҫҫӗ, кунталла Фарсис карапӗсем ишеҫҫӗ, вӗсем санӑн аякри ывӑлусене, ывӑлусемпе пӗрлех вӗсенӗн ылтӑн-кӗмӗлне санӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ячӗпе, Израиль Святойӗн ячӗпе илсе килеҫҫӗ — Вӑл сана мухтава кӑларчӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара ют халӑхсен ывӑлӗсем санӑн хӳмӳсене хӑпартӗҫ, вӗсенӗн патшисем саншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ: Эпӗ сана ҫиллӗм килнӗ чухне пӗтерсе тӑтӑм, халӗ саншӑн кӑмӑллӑ пулӑп, саншӑн ырӑ пулӑп.</verse>
				<verse number="11">Санӑн хапхусем яланах уҫӑ тӑрӗҫ, сан патна халӑхсен пурлӑхне тиесе килмешкӗн, вӗсен патшисене илсе ҫитермешкӗн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хупӑнмӗҫ вӗсем.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ саншӑн ӗҫлесе тӑма килӗшмен халӑхпа патшалӑхсем пӗтеҫҫӗ, ун пек халӑхсем пуҫӗпех тӗп пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма илем кӳмешкӗн сан патна Ливан мухтавӗ — кипарис, хыр, вӗсемпе пӗрлех кедр та — килӗ, вара Эпӗ Хамӑн ура саккине мухтава кӑларӑп.</verse>
				<verse number="14">Хӑвна пусмӑрласа тӑнисен ывӑлӗсем сан патна пӗр хирӗҫмесӗр килӗҫ, санран мӑшкӑлласа кулнисем пурте санӑн уру умне ӳкӗҫ, сана Ҫӳлхуҫа хули, Израиль Святойӗн Сионӗ тейӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Сана пӑрахса хӑварнӑччӗ, сана кураймастчӗҫ, ҫавӑнпа сан урлӑ никам та ҫӳреместчӗ, ун вырӑнне сана ӗмӗрлӗхех асла кӑларӑп, ӑруран ӑрӑвах телейлӗ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ халӑхсен сӗчӗпе тӑранса пурӑнӑн, патшасен кӑкӑрне ӗмӗн, вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвна Ҫӑлаканӗ иккенне, хӑвна Хӑтараканӗ, Иаковӑн Вӑйлӑскерӗ иккенне пӗлӗн.</verse>
				<verse number="17">Пӑхӑр вырӑнне сана ылтӑн, тимӗр вырӑнне кӗмӗл, йывӑҫ вырӑнне йӗс, чул вырӑнне тимӗр кӳрсе тӑрӑп; тӑнӑҫлӑх санӑн пуҫлӑху пулӗ, сана пӑхса тӑраканӗ тӳрӗлӗх пулӗ.</verse>
				<verse number="18">Санӑн ҫӗрӳ ҫинче пусмӑр ҫинчен, санӑн хутлӑхунта ҫаратни-аркатни ҫинчен сас-хура илтӗнмӗ урӑх; вара эсӗ хӑвӑн хӳмусене Ҫӑлӑнӑҫ тейӗн, хӑвӑн хапхусене Мухтав тейӗн.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ хӗвел саншӑн кӑнтӑрлахи ҫутӑ пулмӗ, уйӑх та сана ҫутатмӗ; санӑн ӗмӗрлӗх ҫуту Ҫӳлхуҫа пулӗ, хӑвӑн Турру санӑн мухтаву пулӗ.</verse>
				<verse number="20">Ӗнтӗ хӗвелӳ нихӑҫан та анмӗ, уйӑху та пытанмӗ: ӗмӗрлӗх ҫутӑ саншӑн Ҫӳлхуҫа пулӗ, хурлӑхлӑ кунусем иртсе кайӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Санӑн пӗтӗм халӑху тӳрӗ халӑх пулӗ, ҫӗре — Эпӗ лартнӑ хунава, Ман аллӑмсен ӗҫне — Мана мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗрлӗхе еткере вӑл илӗ.</verse>
				<verse number="22">Сахаллинчен — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ. Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑртах пурӑнӑҫа килтерӗп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="61">
				<verse number="1">Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен,</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ,</verse>
				<verse number="3">Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Вара ӗмӗрхи пушхирсенче ҫурт-йӗр лартса тултарӗҫ, авалхи ишӗлчӗксене сиплӗҫ, авалхи ӑрусенчен тӑрса юлнӑ юхӑнчӑк хуласене ҫӗнетӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ют ҫӗр ҫыннисем килӗҫ те сирӗн выльӑхӑра кӗтме пуҫлӗҫ; ют ҫӗршыв ҫыннисен ывӑлӗсем сирӗн ҫӗре ӗҫлесе тӑрӗҫ, пахчӑрсенче — иҫӗм пахчисенче — ӗҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Сире вара Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Туррӑмӑра ӗҫлесе тӑраканӗсем тесе чӗнӗҫ; вара халӑхсен мулӗпе усӑ куратӑр, вӗсен мухтавӗпе мухтавлӑ пулатӑр.</verse>
				<verse number="7">Намӑс тӳснӗшӗн сире ырри икӗ хут ытларах пулӗ. Мӑшкӑл курнӑшӑн вӗсем хӑйсене тивнӗ тивлетпе савӑнӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен ҫӗрӗнче икӗ хут ытларах илӗҫ; вӗсен ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ пулӗ.</verse>
				<verse number="8">Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, тӳрӗлӗхе юрататӑп, пусмӑр туса ҫаратнине кураймастӑп, вӗсене тивӗҫлипе ырӑлӑх парӑп, вӗсемпе ӗмӗрлӗх халал хывӑп;</verse>
				<verse number="9">вара вӗсен вӑрлӑхӗ халӑхсем хушшинче, вӗсен несӗлӗ йӑхсем хушшинче паллӑ пулӗ; вара куракансем пурте вӗсем Ҫӳлхуҫа пилне илнӗ вӑрлӑх пулнине ӑнланӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫашӑн хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗп эпӗ, манӑн чунӑм Туррӑмшӑн савӑнӗ: Вӑл мана ҫӑлӑнӑҫ ризипе чӗркерӗ, тӳрӗлӗх тумне тумлантарчӗ; мана, кӗрӳ каччӑна чысланӑ евӗр, пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӗ, качча тухас хӗре капӑрлатнӑ пек илемлетрӗ мана.</verse>
				<verse number="11">Ҫӗр хӑйӗн йывӑҫ-курӑкне ҫитӗнтернӗ пек, пахча мӗн акнине ӳстернӗ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ пур халӑх умӗнче тӳрӗлӗхпе мухтав кӑтартӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="62">
				<verse number="1">Унӑн тӳрӗлӗхӗ, ҫутӑ пек, ҫӗкленмесӗр, унӑн ҫӑлӑнӑҫӗ, ҫунакан ҫутаткӑҫ пек, килмесӗр Сионшӑн чӗнмесӗр тӑраймастӑп, Иерусалимшӑн калаҫмасӑр чӑтаймастӑп.</verse>
				<verse number="2">Халӑхсем санӑн тӳрӗлӗхне, патшасем пурте санӑн мухтавлӑхна курӗҫ, вара сана Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ хуракан ҫӗнӗ ятпа чӗнме пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Вара Ҫӳлхуҫа аллинче эсӗ мухтав пуҫкӑшӑлӗ пулӑн, хӑвӑн Турру аллинче патша пуҫкӑшӑлӗ пулӑн.</verse>
				<verse number="4">Ӗнтӗ сана «пӑрахса хӑварнӑскерӗ» тееймӗҫ, санӑн ҫӗрӳ пирки те «пушхир» тесе калаймӗҫ, сана «Ҫӳлхуҫа пиллӗхне илнӗскерӗ», санӑн ҫӗрне «качча тухнӑскерӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сана кӑмӑллать, санӑн ҫӗрӳ мӑшӑрланать.</verse>
				<verse number="5">Каччӑ хӗрпе пӗрлешнӗ евӗр, санӑн ывӑлусем те санпала пӗрлешӗҫ; кӗрӗвӗ вара ҫураҫнӑ хӗрӗ пирки епле савӑнать, санӑн Турру та саншӑн ҫавӑн пекех савӑнӗ.</verse>
				<verse number="6">Санӑн хӳмӳсем ҫине, Иерусалим, Эпӗ хуралҫӑсем тӑратрӑм, вӗсенӗн сасси кӑнтӑрла та, ҫӗрле те чарӑнмӗ. Эй эсир, Ҫӳлхуҫа ҫинчен аса илтерсех тӑракансем! шарламасӑр ан тӑрӑр,</verse>
				<verse number="7">Вӑл Иерусалима ҫӗр ҫинче мухтава кӑлариччен, ӑна ҫӗнетиччен Унӑн умӗнче шарламасӑр ан тӑрӑр,</verse>
				<verse number="8">Хӑйӗн сылтӑм аллийӗпе, Хӑйӗн ҫирӗп вӑй-хӑвачӗпе Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ: ӗнтӗ санӑн тырруна текех тӑшманусене ҫитермӗп, ют халӑхсен ывӑлӗсем эсӗ ӗҫлесе тунӑ эрехе ӗҫеймӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Тыррине ӑна выраканӗсем ҫийӗҫ, вӗсем Ҫӳлхуҫана мухтавлӗҫ, эрехне вара иҫӗм пуҫтаракансем Манӑн Ҫуртӑм картишӗнче ӗҫӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Иртӗр, иртӗр хапха витӗр, халӑха ҫул хатӗрлесе парӑр! Тикӗслетӗр, ҫула тикӗслетӗр, чулсене пуҫтарӑр, халӑхсем валли ялав ҫӗклӗр!</verse>
				<verse number="11">Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӗр хӗррине ҫитиех пӗлтерет: Сион хӗрне калӑр: санӑн Ҫӑлакану килет; Унӑн парни те Хӑйпе пӗрлех, тавӑрса парасси те — Хӑй умӗнчех.</verse>
				<verse number="12">Вӗсене ӗнтӗ: Сӑваплӑ Халӑх, Ҫӳлхуҫа Ҫӑлнисем, тейӗҫ; сана вара: Савнӑскерӗм, Пӑрахса Хӑварман Хула, тейӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="63">
				<verse number="1">Кам вӑл, Эдом енчен, Восор енчен хӗрлӗ тумпа килекенӗ? Чаплӑ тумланнӑскер, тулли вӑй-хӑвачӗпе пыраканскер, кам Вӑл? «Эпӗ — тӳррине калаканӗ, аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кӳрекенӗ».</verse>
				<verse number="2">Санӑн туму мӗншӗн ҫапла хӗрлӗ, юхтаркӑчра иҫӗм таптаканӗн тумӗ тӗслех?</verse>
				<verse number="3">«Эпӗ юхтаркӑчра пӗчченех ӗҫлерӗм, халӑхсенчен никам та Манпа пӗрле пулмарӗ; Эпӗ вӗсене ҫиллӗмпех таптарӑм, вӗсене хаярлӑхӑмпах пусартӑм; вӗсен юнӗ Манӑн тумтир ҫине сирпӗнчӗ, Эпӗ Хамӑн мӗнпур тума вараласа пӗтертӗм:</verse>
				<verse number="4">тавӑру кунӗ — Манӑн чӗремрехчӗ, Манӑн тавӑру ҫулталӑкӗ ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="5">Пӑхрӑм та — пулӑшакан пулмарӗ; хунтӑлакан ҫуккинчен тӗлӗнтӗм Эпӗ; анчах Мана Хамӑн вӑй-халӑм пулӑшрӗ, Хамӑн хаярлӑхӑм хунтӑларӗ Мана;</verse>
				<verse number="6">халӑхсене Эпӗ Хамӑн ҫиллӗмпех таптарӑм, вӗсене Хамӑн хаярлӑхӑмпах аркатрӑм, вӗсен юнне ҫӗр ҫине тӑкрӑм».</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа пирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, виҫесӗр уҫӑ кӑмӑлӗпе Израиль килне аслӑ ырӑлӑх кӑтартнине астусах тӑрӑп, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑп.</verse>
				<verse number="8">Вӑл: «чӑнласах вӗсем — Манӑн халӑхӑм, улталама пӗлмен ачасем» тенӗ. Вӑл вара вӗсемшӗн Ҫӑлаканӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Темӗнле инкек-синкекре те вӗсене пӑрахман Вӑл, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вӗсене ҫӑлсах тӑнӑ; Вӑл вӗсене Хӑйӗн юратӑвӗпе, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе ҫӑлнӑ, авалхи кунсенче Вӑл вӗсене алӑ ҫинче йӑтса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="10">Анчах вӗсем пӑлханнӑ, Унӑн Таса Сывлӑшне пӑшӑрхантарнӑ; ҫавна пулах Вӑл вӗсен тӑшманӗ пулса тӑнӑ: вӗсене хирӗҫ Хӑй вӑрҫӑ вӑрҫнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн чухне Унӑн халӑхӗ авалхи кунсене, Моисей кунӗсене, аса илнӗ: Хӑйӗн Таса Сывлӑшне вӗсен чӗрине хываканӗ,</verse>
				<verse number="12">Хӑйӗн аслӑ вӑй-хӑвачӗпе Моисее сылтӑм аллинчен тытса пыраканӗ, Хӑй валли ӗмӗрлӗх ят тумашкӑн вӗсен умӗнчи шыва икӗ енне уйӑраканӗ,</verse>
				<verse number="13">вӗсене, лашана ҫеҫенхир тӑрӑх ҫавӑтса пынӑ пек, тӗпсӗр авӑр урлӑ такӑнтармасӑр каҫарса яраканӗ ӑҫта-ши?</verse>
				<verse number="14">Кӗтӳ айлӑма аннӑ евӗр, Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ вӗсене канӑҫлӑха илсе ҫитернӗ. Хӑвӑн ятна мухтавлӑ тумашкӑн Хӑвӑн халӑхна Эсӗ ҫапла ҫавӑтса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="15">Тӳперен пӑхсамччӗ, Хӑвӑн сӑваплӑху, Хӑвӑн мухтавлӑху пурӑнакан вырӑнтан пӑхса илсемччӗ: Санӑн тимлӗхӳ, Санӑн вӑй-хӑвату ӑҫта? Эсӗ мана хӗрхенессине, ырӑ тӑвассине тытса чарнӑ.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ ҫеҫ — пирӗн Аттемӗр: Авраам пире палламасть, Израиль те пире ют вырӑнне хурать; эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — пирӗн Аттемӗр, Санӑн ӗмӗрхи яту: «Пирӗн Хӑтараканӑмӑр».</verse>
				<verse number="17">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, мӗншӗн-ха пире Хӑвӑн ҫулу ҫинчен пӑрӑнма, хамӑр чӗрене Санран хӑрами пуличченех хытарма ирӗк патӑн? Хӑвӑн чурусемшӗн, Хӑв еткерӳн йӑхӗсемшӗн пирӗн енне ҫаврӑнсамччӗ.</verse>
				<verse number="18">Санӑн халӑху унта пулни ниме тӑман пек пулса тӑчӗ: пирӗн тӑшмансем Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ирсӗрлетрӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Эпир вара нихӑҫан та Сан халӑху пулман пекех, Сан ятупа ҫӳремен пекех пулса кайрӑмӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="64">
				<verse number="1">Эх, Эсӗ тӳпене ҫурса анас пулсассӑн! Санӑн ятна тӑшманусене пӗлтермешкӗн Санӑн сӑну умӗнче сӑрт-тусем шӑратакан вут-ҫулӑмпа, вӗретекен шывпа ирӗлнӗ пек ирӗлсе кайӗччӗҫ, Санӑн сӑнна курса халӑхсем ҫӳҫенӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Эсӗ эпир кӗтмен хӑрушӑ ӗҫӳсене тунӑ чухне ҫӳлтен аннӑ та — Санӑн сӑну умӗнче тусем ирӗлнӗ.</verse>
				<verse number="4">Хӑйне шанса тӑракансемшӗн ҫавӑн чухлӗ тума пултаракан урӑх турра Сансӑр пуҫне ӗмӗр те илтмен, хӑлхапа тӑнламан, нимӗнле куҫ та курман.</verse>
				<verse number="5">Хӑвӑн ҫулу-йӗрӳ ҫинче Хӑвна аса илсех савӑнакана, тӳрӗ пурӑнакана Эсӗ ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Акӑ ӗнтӗ Эсӗ ҫиллентӗн, мӗншӗн тесессӗн эпир ӗлӗкренпех ҫылӑха кӗрсе пурӑннӑ; мӗнле ҫӑлӑнайӑпӑр-ши эпир?</verse>
				<verse number="6">Эпир пурте ирсӗрленсе ҫитнӗ пекех пулса кайрӑмӑр, пирӗн мӗнпур тӳрӗлӗх те — вараланнӑ тумтир пек; эпир пурте ҫулҫӑ пек сарӑхса кайрӑмӑр, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем пире ҫил пек вӗҫтерсе каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Санӑн ятна чӗнекен, Санран ҫирӗп тытса тӑма хистекен ҫук, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытартӑн, пире хамӑрӑн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн пӗтме пӑрахса хӑвартӑн.</verse>
				<verse number="8">Анчах та, Туррӑмӑр, Эсӗ — пирӗн Атте-ҫке! эпир — тӑм, Эсӗ вара — пире тӑваканӗ, эпир пурте — Санӑн аллун ӗҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Виҫесӗрех ан ҫиллен, Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн йӗркесӗрлӗхе ӗмӗрех ан асӑн. Пӑхсамччӗ: эпир пурте — Санӑн халӑху.</verse>
				<verse number="10">Санӑн сӑваплӑ хулусем пушхир пулса кайрӗҫ; Сион пушхир пулса тӑчӗ; Иерусалим — пуш-пушӑ.</verse>
				<verse number="11">Пирӗн сӑваплӑ Ҫуртӑмӑр, мухтавӑмӑр Ҫурчӗ, — унта Сана пирӗн аттемӗрсем аслӑланӑ, — вут-ҫулӑмпа ҫунса кайнӑ, пирӗн мӗнпур хаклӑ мула ҫаратнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакӑн хыҫҫӑн та, Туррӑмӑр, татах тӑхтаса тӑрӑн-и, нимӗн те чӗнмӗн-и, пире виҫесӗр айӑп тӑвӑн-и?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="65">
				<verse number="1">Эпӗ Хам ҫинчен ыйтманнисенех курӑнтӑм; Мана вара Хама шыраманнисемех тупрӗҫ. «Эпӗ кунтах! Эпӗ кунтах!» терӗм Эпӗ Ман ятпа ҫӳремен халӑха.</verse>
				<verse number="2">Кирек хӑш кун та аллӑма чурӑс халӑх енне тӑсаттӑм, вӑл вара ырӑ мар ҫулпа ҫӳретчӗ, хӑй еккипе пурӑнатчӗ,</verse>
				<verse number="3">ҫав халӑх Мана пӗрмай куҫкӗрет кӳрентерет, катасенче чӳк тӑвать, чӳлмек катӑкӗ ҫинче фимиам ҫунтарать,</verse>
				<verse number="4">тупӑклӑхра ларать, ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫӗр каҫать, сысна ашӗ ҫиет, унӑн савӑтӗнче — ирсӗр апат;</verse>
				<verse number="5">хӑй вара ҫапла калать: «манран аякра тӑр, ман патӑма ан ҫывӑхар: эпӗ — таса, сан пек мар». Вӗсем Маншӑн — куҫа кӗрекен тӗтӗм пек, ялан ҫунса тӑракан вут-ҫулӑм пек.</verse>
				<verse number="6">Манӑн сӑнӑм умне акӑ мӗн ҫырса хунӑ: чӗнмесӗр тӑмӑп, тавӑрӑп, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе пӗрле ӑшчиккине кӗртсех тавӑрса парӑп; вӗсен ашшӗсем тусем ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, сӑртсем ҫинче Мана хӑртнӑ-хурланӑ; Эпӗ вӗсен унчченхи ӗҫӗсене виҫсе ӑшчиккинех ярса парӑп.</verse>
				<verse number="7"></verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: иҫӗм сапакине сӗткен тулса ҫитсессӗн: «ан амант ӑна, вӑл — пиллӗхлӗ» теҫҫӗ; Хамӑн чурамсемшӗн Эпӗ те ҫапла тӑвӑп, пурне те пӗтермӗп,</verse>
				<verse number="9">Иаковран вӑрлӑх хӑварӑп, Иудӑна Хамӑн тӑвӑмсен еткерҫи тӑвӑп, ҫакна Эпӗ суйласа илнийӗсем тивӗҫ пулӗҫ, унта Манӑн чурамсем пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Мана шыраса тупнӑ халӑхӑмшӑн вара Сарон айлӑмӗ сурӑх кӗтекен вырӑн пулӗ, Ахор айлӑмӗ вӑкӑрсене канмалли тапӑр пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Сире вара — Ҫӳлхуҫана пӑрахса кайнисене, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма манӑҫа хӑварнисене, Гад валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлекенсене, Мени валли тулли курка ирӗлчӗк хатӗрлекенсене —</verse>
				<verse number="12">Эпӗ сире хӗҫпе пӗтмелле тӑвӑп, эсир вара пурте хӑвӑра пустарма чӗркуҫленсе ларатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм те — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр; каларӑм та — эсир итлемерӗр, анчах Манӑн куҫӑм умӗнче усал ӗҫ турӑр, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн чурамсем ҫийӗҫ, эсир вара выҫса ларатӑр; Манӑн чурамсем ӗҫӗҫ, эсир вара антӑхатӑр;</verse>
				<verse number="14">Манӑн чурамсем савӑнӗҫ, эсир вара намӑс куратӑр; Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ, эсир вара чӗререн хуйхӑрса кӑшкӑратӑр, чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ӳлесех йӗретӗр.</verse>
				<verse number="15">Сирӗн ятӑр Манӑн суйласа илнийӗсемшӗн ылхан пулса юлӗ; Ҫӳлхуҫа Турӑ вӗлерет сана, Хӑйӗн чурисене вара урӑх ят хурӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӗр ҫинче пиллӗх илекенсене чӑнлӑх Турри ячӗпе пиллеччӗр; ҫӗр ҫинче тупа тӑваканӗ чӑнлӑх Турри ячӗпе тупа тутӑр, мӗншӗн тесессӗн унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ, Манӑн куҫ умӗнчен ҫухалӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Мӗншӗн тесессӗн акӑ Эпӗ ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр пултаратӑп, унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр: акӑ Эпӗ савӑнӑҫлӑ Иерусалим пултаратӑп, унта хаваслӑ халӑх пултаратӑп.</verse>
				<verse number="19">Вара Иерусалимшӑн савӑнӑп, Хамӑн халӑхӑмшӑн хӗпӗртенӗп, унта текех йӗни те, ӳлени те илтӗнмӗ.</verse>
				<verse number="20">Унта ӗнтӗ хӑйӗн кунне тултариччен пурӑнайман ача та, ватӑ та пулмӗ; ҫӗр ҫулта вилекен пирки «вӑл ир вилчӗ» тейӗҫ, ҫӗр ҫула ҫитмесӗр вилекен пирки «вӑл ылханлӑ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Вара ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫурт-йӗре урӑх ҫынна пурӑнтарма лартмӗҫ, иҫӗме урӑххи ҫитӗрччӗ тесе лартса ҫитӗнтермӗҫ: Ман халӑхӑмӑн кунӗсем йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ, Эпӗ суйласа илнийӗсем хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Ытахаль ӗҫлемӗҫ, ачи-пӑчине хуйхӑ-суйхӑ валли ҫуратмӗҫ: вӗсем те, вӗсен тӑхӑмӗсем те Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илнӗ вӑрлӑх пулӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Вара ҫапла пулӗ: вӗсем ыйтичченех Эпӗ хирӗҫ хуравлӑп, вӗсем калама тытӑничченех Эпӗ вӗсене илтӗп.</verse>
				<verse number="25">Кашкӑрпа путек пӗрле ҫисе ҫӳрӗҫ, арӑслан, вӑкӑр пек, улӑм ҫийӗ, ҫӗленшӗн вара тӑпра ҫимелли ҫимӗҫ пулӗ: вӗсем Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче усаллине те, сиенлине те тумӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="66">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳпе — Манӑн аслӑ пуканӑм, ҫӗр — Манӑн ура саккийӗ; Ман валли эсир ӑҫта ҫурт лартӑр-ши, Манӑн канлӗхӗмӗн вырӑнӗ ӑҫта-ши?</verse>
				<verse number="2">Ҫакна пӗтӗмпех Манӑн алӑ пултарнӑ, ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех пулнӑ, тет Ҫӳлхуҫа. Эпӗ акӑ кама кӑмӑл тӑвӑп: йӑвашшине, хурлӑхлӑ чунлине, Манӑн сӑмахӑма юратса та хӑраса итлекеннине.</verse>
				<verse number="3">Вӑкӑр пусакан [ҫылӑхлӑ ҫын] — ҫынна вӗлерекенпе пӗрех; путеке парне кӳме илсе пыраканӗ — йытта пӑвса вӗлерекенпе пӗрех; тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳрекенӗ — сысна юнӗ кӳрекенпе пӗрех; [асӑнса] фимиам тӗтӗрекенӗ — йӗрӗхе кӗлтӑваканпа пӗрех; вӗсем ҫапла хӑйсен ҫулӗсене суйласа илчӗҫ пулсассӑн, вӗсен чунӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе киленеҫҫӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="4">вӗсем ҫылӑх туса улталаннине кура, вӗсем ҫине Эпӗ хӑрушшине ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм — хирӗҫ сас паракан пулмарӗ; каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, Манӑн куҫӑм умӗнче вара усал ӗҫ турӗҫ, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илчӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ умӗнче чӗтресе тӑракансем, Унӑн сӑмахне итлӗр. Сире кураймасӑр тӑракан, сире Манӑн ятӑмшӑн хӗсӗрлекен тӑванӑрсем ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтарттӑр — вара эсир еплерех савӑннине курӑпӑр» теҫҫӗ. Анчах вӗсем намӑса тӑрса юлӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Акӑ хуларан шӑв-шав илтӗнет, Турӑ Ҫуртӗнчен Ҫӳлхуҫа сасси, Хӑйӗн тӑшманӗсене тавӑракан Ҫӳлхуҫанӑн сасси, илтӗнет.</verse>
				<verse number="7">Ҫуратса асап курман — ҫуратма вара ҫуратнӑ; ыратма тытӑничченех ывӑл ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="8">Кунашкаллине кам илтнӗ? кун евӗрлине кам курнӑ? пӗр кун хушшинчех ҫӗршыв йӗркеленет-и? пӗр ӑстрӑмрах халӑх ҫуралать-и? Сион хӗрӗ вара пилӗкӗ касма пуҫланӑ-пуҫламанах ывӑлсем ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫуратасси патнех ҫитерӗп те ҫуратма пулӑшмӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа. Е тата, ҫуратма вӑй парса, варне хупса хурӑп-и? тет санӑн Турру.</verse>
				<verse number="10">Эй Иерусалима юратакансем, пурте унпа пӗрле савӑнӑр, уншӑн хавасланӑр! уншӑн кулянакансем, пурте унпа пӗрле хӗпӗртенӗр!</verse>
				<verse number="11">Сире ун кӑкӑрӗ, йӑпанӑҫ кӳрекенскер, тӑрантарӗ, эсир унӑн туп-тулли мухтавлӑхне ӗҫсе киленетӗр.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ун патне тӑнӑҫлӑха юханшыв евӗрлӗ ярӑп, халӑхсен пуянлӑхне — сире килентермешкӗн — сарӑлса кайнӑ ейӳ пек ярӑп; сире алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ, чӗркуҫҫи ҫине лартса ачашлӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Амӑшӗ ывӑлне епле йӑпатать, Эпӗ те сире ҫапла йӑпатӑп, сире Иерусалимра йӑпатӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакна куратӑрах эсир, вара сирӗн чӗре хӗпӗртенӗ; сирӗн шӑммӑрсем ешӗл курӑк пек паркаланӗҫ. Ҫӳлхуҫа чурисем Унӑн хӑватне курӗҫ, Унӑн тӑшманӗсем вара Унӑн ҫиллине курӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑм хушшинче килӗ, Унӑн урапийӗсем — ҫавраҫил пек, Хӑйӗн ҫиллине хаяррӑн тӑкмашкӑн, вут-ҫулӑмпа айӑпламашкӑн килет Вӑл.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа пурӑнакансене пурне те Хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе, Хӑйӗн хӗҫӗпе сут тӑвӗ, Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тӑкнисем нумай пулӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Хӑйсене вӑрманта тасатакансем, ҫавӑнта ҫӑвӑнакансем, сысна ашӗпе ирсӗр апат тата шӑши таврашне ҫиекенсем пурте пӗрин хыҫҫӑн тепӗри пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ вӗсен ӗҫӗсене, вӗсен шухӑшӗсене пӗлетӗп; акӑ халӑхсене, йӑхсене пурне те пухса килӗп — вӗсем пухӑнӗҫ те Манӑн мухтавӑма курӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем хушшинче хӑват кӑтартӑп, вӗсен ҫӑлӑнса юлнӑ ҫыннисем хушшинчен хӑш-пӗрисене халӑхсем патне — Фарсис хулине, Пул тата Луд енне, ухӑ карӑнтаракансем патне, Тубал тата Яван енне, Ман ҫинчен илтмен, Манӑн мухтавӑма курман аякри утравсем ҫине — ярӑп; вара вӗсем халӑхсене Манӑн мухтавӑма пӗлтерӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем сирӗн тӑванӑрсене — халӑхсем хушшинче пурӑнаканскерсене — лашасемпе урапасем ҫинче, ҫӗклевӗҫсемпе вӑкӑрсем ҫинче, хӑвӑрт ҫӳрекен тӗвесем ҫинче илсе пырса Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине, Иерусалима, илсе ҫитерӗҫ, ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне пекех пулӗ, ку ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне таса савӑтра парне кӳрсе панӑ пекех пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем хушшинчен Эпӗ священниксемпе левитсем пулма суйласа илӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ пултарас ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр яланах Хамӑн сӑнӑм умӗнче тӑнӑ пек, сирӗн вӑрлӑхӑр та, сирӗн ятӑр та Ман умӑмрах тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑн чухне уйӑхран уйӑхах, шӑматкунран шӑматкунах кирек мӗнле чӗрӗ чун та Мана пуҫҫапма килсе тӑрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="24">Вара тухӗҫ те Манран уйӑрӑлса кайнӑ ҫынсен виллисене курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен хурчӗ вилмест, вӗсен вучӗ сӳнмест; вӗсем ӗнтӗ кирек камшӑн та ирсӗрлӗх пулӗҫ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="24">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иеремия — Вениамин ҫӗрӗнчи Анафоф хулинче пурӑннӑ Хелкия священникӑн ывӑлӗ — каланӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Ӑна Амон ывӑлӗ Иосия вунвиҫҫӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра,</verse>
				<verse number="3">ҫавӑн пекех Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра тата Иудея патшине Иосия ывӑлӗ Седекия ларнӑранпа вунпӗрмӗш ҫул вӗҫлениччен, Иерусалим куҫса кайиччен пиллӗкӗмӗш уйӑхра, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сана аннӳ варӗнче пултаричченех суйласа илтӗм, Эпӗ сана аннӳ ӑшӗнчен ҫураличченех уйӑрса илтӗм; сана халӑхсен пророкне лартрӑм.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ вара ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм! эпӗ калаҫма та пӗлейместӗп, эпӗ ҫамрӑк-ха.</verse>
				<verse number="7">Анчах Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «эпӗ ҫамрӑк» тесе ан кала: кам патне ярӑп сана — ҫавӑнта кайӑн, мӗн калама хушӑп сана — ҫавна калӑн.</verse>
				<verse number="8">Вӗсенчен ан хӑра: сана хӑтарса тӑмашкӑн Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, терӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа вара аллине тӑсрӗ те манӑн тута-ҫӑвара сӗртӗнчӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: акӑ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна Хамӑн сӑмахӑма хыврӑм.</verse>
				<verse number="10">Асту, тӗп туса та тустарса, пӗтерсе те аркатса, пултарса та ӗрчетсе пымашкӑн ҫакӑ кун Эпӗ сана халӑхсемпе патшалӑхсен пуҫне лартрӑм.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: мӗн куратӑн эсӗ, Иеремия? Эпӗ каларӑм: миндаль тураттине куратӑп, терӗм.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӗрӗсех куратӑн эсӗ; Эпӗ те тӗлӗрместӗп, Хамӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫа килтеретӗп, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫаран мана тепре те сӑмах пулчӗ: мӗн куратӑн эсӗ? Эпӗ каларӑм: сиксе вӗрекен хурана куратӑп, вӑл ҫурҫӗр енчен пирӗн паталла тайӑлать, терӗм.</verse>
				<verse number="14">Вара Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те ҫурҫӗртен инкек килсе хуплӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="15">Акӑ Эпӗ ҫурҫӗр патшалӑхӗсен ӑрӑвӗсене пурне те чӗнсе илӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем килӗҫ те — кашнийӗ Иерусалим хапхи умне те, унӑн хӳми йӗри-тавра та, Иудейӑн мӗнпур хулинче те хӑйӗн пуканне лартса тухӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара эпӗ Иудея халӑхне мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн, ют ҫӗр туррисен ячӗпе фимиам тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен аллипе тунӑ йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ пилӗкне ҫых та Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пӗтӗмпех вӗсене кала; вӗсем умӗнче шикленсе ан тӑр — Манӑн сана вӗсен куҫӗ умӗнче пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="18">Акӑ ӗнтӗ паян Эпӗ сана ҫак мӗнпур ҫӗр ҫинче Иуда патшисене хирӗҫ, унӑн улпучӗсене хирӗҫ, унӑн священникӗсене хирӗҫ, ҫак ҫӗрӗн халӑхне хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗлетнӗ хула пек, тимӗр юпа пек, пӑхӑр хӳме пек пулма ҫирӗплӗх патӑм.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем сана хирӗҫ кӗрешӗҫ, анчах сана ҫӗнтереймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн сана хӑтарса пыма Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">кай та Иерусалим хӗрне хӑлхинчен каласа пӗлтер, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн ҫамрӑк чухнехи шанчӑклӑхна, санӑн юратӑвна аса илетӗп, эсӗ ун чухне ҫураҫнӑ хӗрччӗ, ун чухне эсӗ Ман хыҫӑмран пушхирпе, нимӗн акман ҫӗрпе, пыраттӑн.</verse>
				<verse number="3">Израиль Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑскерӗ, Унӑн малтанхи ҫимӗҫӗччӗ; ҫавна ҫиекенсем пурте айӑпа юлӗҫ, вӗсене инкек ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="4">Эй Иаков килӗ! эй Израиль килӗн ӑрӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсем Манра ҫылӑх шыраса тупрӗҫ-и? мӗншӗн-ха вӗсем, Манран уйӑрӑлса, ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса, ӑҫтиҫука тухса кайрӗҫ?</verse>
				<verse number="6">Вӗсем: «пире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, пире пушхирпе — никам пурӑнман пушӑ ҫӗрпе, типсе-ҫунса кайнӑ, вилӗм ӗмӗлкиллӗ ҫӗрпе, этем ҫӳремен, этем пурӑнман ҫӗрпе — ертсе пынӑ Ҫӳлхуҫа ӑҫта-ши?» тесе каламарӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ сире тулӑх ҫимӗҫ паракан ҫӗршыва илсе килтӗм, унӑн ҫимӗҫӗпе тӑранса, унӑн ырӑлӑхне курса пурӑнччӑр терӗм; эсир вара унта ҫитрӗр те Манӑн ҫӗрӗме вараларӑр, Манӑн еткере ирсӗре кӑлартӑр.</verse>
				<verse number="8">Священниксем те: «Ҫӳлхуҫа ӑҫта-ши?» тесе каламарӗҫ, саккуна вӗрентекенсем те Мана пӗлмерӗҫ, кӗтӳҫӗсем те Манран уйӑрӑлса кайрӗҫ, пророксем те Ваал ячӗпе вӗрентсе ҫӳрерӗҫ, пулӑшу паманнисене пуҫҫапрӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑншӑн Эпӗ сире сут тӑвӑп, ывӑлӑрсен ывӑлӗсене те сут тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ Хиттим утравӗсем ҫине кайса пӑхӑр-ха е Кидар хутлӑхне ҫын ярса тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫакӑн пекки мӗн те пулин пулнӑ-и унта?</verse>
				<verse number="11">пӗр-пӗр халӑх хӑй туррисене, вӗсем турӑ пулмасан та, урӑххисемпе улӑштарнӑ-и? Ман халӑхӑм вара хӑйӗн мухтавне юрӑхсӑррипе улӑштарчӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй тӳпе, тӗлӗн ӗнтӗ ҫакӑнтан, хӑраса-ҫӳҫенсе ил, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Манӑн халӑхӑм икӗ усал ӗҫ турӗ: Мана, чӗрӗ шыв Ҫӑлкуҫне, пӑрахрӗ те хӑйсем валли шыв тытмалли вырӑнсем алтса тухрӗ — усси пулмарӗ, шывӗ юхса тухрӗ.</verse>
				<verse number="14">Израиль чура-и вӑл? чуралӑхра ҫуралнӑ тарҫӑ-и? мӗншӗн-ха вӑл тупӑш вырӑнне тӑрса юлчӗ?</verse>
				<verse number="15">Ун ҫине ҫамрӑк арӑслансем ӳхӗрме тытӑнчӗҫ, хӑрлатаҫҫӗ вӗсем, ӗнтӗ унӑн ҫӗрне пушхире кӑларчӗҫ; хулисене ҫунтарса ячӗҫ, ҫынсӑр хӑварчӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Мемфиспа Тафна ывӑлӗсем те санӑн лӗпкӳне ҫап-ҫара турӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, Вӑл сана ҫул кӑтартса пынӑ вӑхӑтра пӑрахнӑран килсе тухмарӗ-и-ха ҫакӑ?</verse>
				<verse number="18">Халӗ тата Египета каякан ҫул мӗн тума кирлӗ-ха сана — Нил шывне ӗҫме-и? Ассирие каякан ҫул мӗн тума кирлӗ сана — ун юхӑмӗн шывне ӗҫме-и?</verse>
				<verse number="19">Хӑвӑн усал ӗҫӳ хӑвнах асап кӳрӗ, Турӑран пӑрӑнни хӑвнах питлӗ сана; эппин, шухӑшла та Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӑрахни, Манран хӑрама чарӑнни мӗн тери япӑх та киревсӗр пулнине ӑнланса ил, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ тахҫанах сан сӳсменне ҫӗмӗрсе тӑкрӑм, сӑнчӑрна татса пӑрахрӑм, эсӗ ӗнтӗ: «йӗрӗхсене пуҫҫапмӑп» терӗн, ҫав вӑхӑтрах кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, кашни лапсӑркка йывӑҫ айӗнче аскӑнла ӗҫсем турӑн.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ лартнӑ чухне эсӗ паха иҫӗм хунавӗччӗ, чи таса вӑрлӑхчӗ; эсӗ мӗнле, мӗнле майпа ют авӑрӑн япӑх хунавӗ пулса тӑтӑн?</verse>
				<verse number="22">Ӗнтӗ пӗлӗсӗн: супӑньпе ҫӑвӑнсан та, сӗлтӗпе ҫӑвӑнсан та тасалаймӑн, пӗтӗм ирсӗр ӗҫӳ — Ман умӑмра, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="23">Мӗнле-ха эсӗ: «эпӗ хама ирсӗрлемен, эпӗ Ваал хыҫҫӑн ҫӳремен» теме пултарӑн? Хӑвна ху айлӑмра мӗнле тыткаланине кур-ха эсӗ, чупкӑн тӗве ами, ху мӗн тунине, епле ӗрӗхсе ҫӳренине аса ил-ха.</verse>
				<verse number="24">Чупас килнӗ чухне антӑхса сывлӑш ҫӑтакан ашак амине, пушхирте ӳснӗскере, кам тытса чарма пултарӗ? Ӑна шыракансем пӗри те ывӑнас ҫук, ӑна вӗсем ҫав уйӑхрах шыраса тупӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Асту, ҫаруран юлмалла ан пултӑр, пыру типсе ан лартӑр. Анчах эсӗ: «мӗнех вара? эпӗ юттисене юрататӑп, ҫавӑнпа вӗсем патне ҫӳретӗп» терӗн.</verse>
				<verse number="26">Ярса тытнӑ вӑрӑ намӑса юлнӑ евӗр, Израиль килӗ хӑйне намӑса хӑварчӗ: унӑн патшисем те, улпучӗсем те, священникӗсем те, пророкӗсем те</verse>
				<verse number="27">йывӑҫа: «эсӗ манӑн аттем» терӗҫ, чула: «мана эсӗ ҫуратнӑ» терӗҫ; вӗсем Ман еннелле питпе мар, ҫурӑмпа ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ; инкек ҫитсессӗн вара: «пире ҫӑлсамччӗ!» теме пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Ӑҫта-ха санӑн ху валли тунӑ туррусем? Хӑвна инкек вӑхӑтӗнче ҫӑлаяҫҫӗ пулсассӑн, пулӑшчӑр ҫавсем; Иуда, санӑн мӗн чухлӗ хула, туррусем те ҫавӑн чухлех.</verse>
				<verse number="29">Мӗншӗн-ха сирӗн Манпа тупӑшмалла? эсир пурте [усал ӗҫ туса] Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="30">Сирӗн ачӑрсене Эпӗ кӑлӑхах пӗтертӗм: ӑс панине йышӑнмарӗҫ вӗсем; сирӗн пророкӑрсене, хыпса ҫӑтакан арӑслан пек, хӑвӑр хӗҫӗрех пӗтерчӗ, [анчах эсир хӑраса ӳкмерӗр].</verse>
				<verse number="31">Эх, хальхи ӑру! тӑнлӑр-ха эсир Ҫӳлхуҫа сӑмахне: Израильшӗн Эпӗ пушхир пулнӑ-и? Эпӗ сӗмлӗх ҫӗршывӗ пулнӑ-и? Мӗншӗн-ха Манӑн халӑхӑм: «ӑҫта каяс тетпӗр, ҫавӑнта каятпӑр; Сан патна таврӑнмастпӑр» терӗ?</verse>
				<verse number="32">Хӗр хӑйӗн эрешне, ҫураҫнӑ хӗр хӑйӗн тумне манать-и? Манӑн халӑхӑм вара Мана астумасть, тахҫанах манса кайрӗ.</verse>
				<verse number="33">Савӑшу тупмашкӑн хӑвӑн ҫулна мӗн тери ӑста майлаштарса пыратӑн эсӗ! ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсене те хӑвӑн ҫулна-йӗрне вӗрентрӗн.</verse>
				<verse number="34">Санӑн тумтирӳ ҫинче — юн, чухӑннисенӗн, айӑпсӑррисенӗн юнӗ! эсӗ вӗсене вӑрӑпа тытман, апла пулин те эсӗ:</verse>
				<verse number="35">«эпӗ айӑпсӑр, ҫавӑнпа Унӑн ҫилли мана тивмесӗр иртсе кайӗ» теетӗн. Эсӗ: «эпӗ ҫылӑха кӗмен» теетӗн — акӑ ҫакӑншӑн Эпӗ санпа сута тӑрӑп.</verse>
				<verse number="36">Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн ҫулна улӑштарса пӗрмай ҫапла ҫӗтсе ҫӳретӗн? Хӑвна Ассири намӑса хӑварнӑ пекех, сана Египет та намӑса хӑварӗ;</verse>
				<verse number="37">ун патӗнчен те эсӗ икӗ аллуна пуҫу ҫине хурса тухӑн: эсӗ шанса тӑнӑ ҫынсене Ҫӳлхуҫа пӑрахӑҫларӗ, вӗсемпе эсӗ ӑнӑҫу кураймӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫапла калаҫҫӗ: «упӑшки арӑмне уйӑрса ярсассӑн, вӑл тепӗр арҫын арӑмӗ пулса тӑрсассӑн, кайран малтанхи упӑшки патне таврӑнма пултарӗ-и вӑл? Ҫапла тусассӑн ҫав ҫӗршыв ирсӗрленмӗ-и?» теҫҫӗ. Эсӗ вара нумай-нумай еркӗнпе аскӑнланса ҫӳрерӗн, ҫапах та Ман патӑмах таврӑн, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="2">Куҫна ҫӗклесе тӳпем вырӑнсем ҫине пӑхса ил-ха: ӑҫта кӑна аскӑнланмарӗҫ-ши санпа? Эсӗ вӗсемшӗн, Арави ҫынни пушхирте ларнӑ пек, ҫул хӗрринче лараттӑн, ӗнтӗ аскӑнлӑхупа, ултавупа ҫӗре ирсӗрлетрӗн.</verse>
				<verse number="3">Ҫавна пула ҫумӑр та ҫумарӗ, кайранхи ҫумӑр та пулмарӗ; эсӗ ун чухне те намӑса пӗлмерӗн — аскӑнлӑху сӑнранах палӑратчӗ.</verse>
				<verse number="4">Паянтан Мана тархаслама пуҫламӑн-и: «эй Аттем! эпӗ ҫамрӑк чухне Эсӗ мана ҫул кӑтартса пыраттӑн!</verse>
				<verse number="5">Вӑл яланах ҫилленсе тӑрӗ-ши вара? ҫиллине ӗмӗрех ӑшӗнче тытса тӑрӗ-ши?» тесе тархасламӑн-и? Акӑ мӗн калатӑн эсӗ, ху вара усал ӗҫ тӑватӑн, ҫав ӗҫре ӑнтарсах пыратӑн.</verse>
				<verse number="6">Иосия патша вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Мана пӑрахнӑ Израиль хӗрӗ мӗн тунине куртӑн-и эсӗ? Вӑл кашни-пӗр ҫӳллӗ ту ҫине, кашни-пӗр лапсака йывӑҫ айне ҫӳресе аскӑнчӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн Эпӗ ӑна: «Ман патӑма таврӑн» терӗм; анчах вӑл таврӑнмарӗ; ҫакна унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея та курса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиль хӗрне, Мана пӑрахнӑскере, Эпӗ аскӑнла ӗҫӗсемшӗн хӑваласа ятӑм, уйӑрӑлни ҫинчен ӑна ҫыру ҫырса патӑм, унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея ҫакна курса та хӑраса ӳкмерӗ, вӑл хӑй те аскӑнла ӗҫсем турӗ, ҫавна Эпӗ курса тӑтӑм.</verse>
				<verse number="9">Аскӑнла ӗҫӗсене уҫҫӑнах тунипе вӑл ҫӗре ирсӗрлетрӗ, чулпа та, йывӑҫпа та аскӑнла ӗҫсем турӗ.</verse>
				<verse number="10">Апла пулин те унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея Ман енне пӗтӗм чун-чӗрипе ҫаврӑнмарӗ, ҫаврӑнанҫи анчах турӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="11">Вара Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Мана пӑрахнӑ Израиль хӗрӗ ултавлӑ Иудейӑран тӳрӗрех пулчӗ.</verse>
				<verse number="12">Кай та ҫак сӑмахсене ҫурҫӗр енне пӑхса кала: эй Израиль хӗрӗ, пӑркаланчӑк, каялла таврӑн! тет Ҫӳлхуҫа. Сирӗн ҫине пӗтӗм ҫиллӗме ямӑп: Эпӗ — ырӑ, ӗмӗрӗпех тарӑхас ҫук, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Хӑвӑн айӑпна ҫеҫ йышӑн: эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫылӑха кӗтӗн, кашни лапсака йывӑҫ айӗнче юттисемпе асӑхрӑн, эсир Манӑн сассӑма итлемерӗр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="14">Таврӑнӑр, Манран хӑпнӑ ачамсем, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗнпе пӗрлешнӗ, сире кашни хуларан пӗрерӗн, кашни йӑхран икшерӗн уйӑрса Сиона илсе ҫитерӗп.</verse>
				<verse number="15">Сире Хамӑн чӗреме кӑмӑллӑ кӗтӳҫӗсем парӑп, вӗсем сире пӗлсе, ырӑ ӑслӑн кӗтсе ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Вара ҫапла пулӗ: эсир ҫӗр ҫинче ӗрчесе йышлӑланса кайсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, текех Турӑ халалӗн арчи ҫинчен каламӗҫ, ун ҫинчен шухӑшламӗҫ, уншӑн тунсӑхламӗҫ, ӑна ҫӗнӗрен те тумӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ун чухне Иерусалима Ҫӳлхуҫанӑн патша пуканӗ тесе ят парӗҫ; халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа ячӗпе Иерусалима пуҫтарӑнӗҫ те текех хӑйсен усал чӗри еккипе пурӑнма пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Ҫав кунсенче Иудея килӗ Израиль килне пырӗ, вара ҫурҫӗр енчи ҫӗртен вӗсем Эпӗ сирӗн аҫӑрсене еткерлӗхе панӑ ҫӗре пӗрле кайӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ ҫапла каларӑм: мӗнле-ха сана ывӑлӑм вырӑнне хурас, мӗнле-ха ӑмсануллӑ ҫӗре, нумай-нумай халӑхсен чи ытарайми еткерне, сана парас? Эпӗ: эсӗ Мана «Аттем» тесе чӗнӗн тенӗччӗ, Мана пӑрахмӑн тенӗччӗ.</verse>
				<verse number="20">Анчах арӑмӗ упӑшкине сӗмсӗррӗн улталанӑ евӗр, Израиль килӗ, эсӗ Мана ҫапла улталарӑн! тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="21">Сӑртсем ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хӳхлени, тархаслани илтӗнсе тӑрать: вӗсем хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса кайнӑшӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манӑҫланӑшӑн йӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Таврӑнӑр, пӑлхавлӑ ывӑлӑмсем, Эпӗ сире ултавран сыватӑп. Акӑ ӗнтӗ эпир Сан патна пыратпӑр: Эсӗ — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр.</verse>
				<verse number="23">Сӑртсем ҫинче — суя-ултав ҫеҫ, тусем ҫинче — шӑв-шав ҫеҫ; чӑнах, Израиль ҫӑлӑнӑҫӗ Ҫӳлхуҫаран, хамӑр Туррӑмӑртан, килет!</verse>
				<verse number="24">Хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтранах ҫак йӗрӗнчӗк пирӗн аттемӗрсен ӗҫӗсене, вӗсен сурӑхне-вӑкӑрне, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене пӗтерсе пынӑ.</verse>
				<verse number="25">Эпир намӑс айне пултӑмӑр, ҫие кӗҫҫе витнӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫамӑр, Туррӑмӑр, умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ — эпир те, аттемӗрсем те хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, сӑмахне итлемен.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Израиль, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, хӑвӑн ирсӗрлӗхне Ман умран сирсе ярсассӑн, эсӗ текех ҫӗтсе ҫӳремӗн.</verse>
				<verse number="2">Эсӗ чӑннипе, тӳррипе, тӗрӗссипе: «Турӑ пур!» тесе тупа тусассӑн, халӑхсем Унран пиллӗх илӗҫ, Унпа мухтанӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Иудӑпа Иерусалим арӗсене ҫапла калать: хӑвӑр валли ҫӗнӗ ана сухалӑр, анчах ҫумкурӑк хушшине ан акӑр.</verse>
				<verse number="4">Эй Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫашӑн хӑвӑрӑн ӳтӗре кастарӑр, чӗрӗрсен ӳтне касӑр: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑмла тапса ан тухтӑр, сирӗн усал йӑлӑрсене пула пӗр сӳнмиех ҫунса ан тӑтӑр.</verse>
				<verse number="5">Иудейӑра пӗлтерӗр, Иерусалимра хыпарлӑр, кала-кала парӑр, пур ҫӗрте те трупа кӑшкӑртӑр, янӑравлӑн, пурте илтмелле чӗнӗр: «эй пуҫтарӑнӑр — тӗреклӗлетнӗ хуласене кайӑпӑр» тейӗр.</verse>
				<verse number="6">Ялав ҫакса, Сиона систерӗр те пӗр чарӑнмасӑр чупӑр: Эпӗ ҫурҫӗр енчен инкек тата хӑрушӑ вилӗм илсе килӗп.</verse>
				<verse number="7">Арӑслан хӑйӗн чӑтлӑхӗнчен тухать, халӑхсене пӗтерекенӗ килет: вӑл санӑн ҫӗрне пушхир туса хӑварасшӑн хӑйӗн вырӑнӗнчен тухать; санӑн хулусене тустарса пӗтерӗҫ, вӗсем пӗр ҫынсӑр тӑрса юлӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр, йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин хаярлӑхӗ пирӗн тӗлтен иртсе каяс ҫук.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, патша чӗри те, улпут чӗри те тапма чарӑнӗ; священниксем хӑраса ӳкӗҫ, пророксем сехӗрленсе ӳкӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ каларӑм вара: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! Ҫак халӑха тата Иерусалима: «сирӗн тӑнӑҫлӑх пулӗ» тесе илӗртрӗн кӑна-им Эсӗ, ӗнтӗ хӗҫ чун патнех ҫитет-ҫке? терӗм.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн чухне ҫак халӑха тата Иерусалима ҫапла калани пулӗ: Манӑн халӑхӑмӑн хӗрне пушхирти тусем ҫинчен вӗри ҫил пырса ҫапӗ, ҫав ҫилпе тырӑ сӑвӑраймӑн, ӑна хывӑхран тасатаймӑн —</verse>
				<verse number="12">ытлах та вӑйлӑ ҫил вӑл! вӑл Ман ирӗкӗмпе ҫитӗ те — Эпӗ вӗсене сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="13">Акӑ ҫав ҫил пӗлӗт евӗр ҫӗкленет, унӑн ураписем — ҫавраҫил пек, унӑн учӗсем ӑмӑрткайӑкран та вичкӗнрех; пире хуйхӑ ҫитӗ! вӑл пире тустарса тӑкӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй Иерусалим, ҫӑлӑнас тесессӗн чӗрӳри усаллӑха ҫуса тасат: усал шухӑшусем санра хӑҫанччен хуҫаланӗҫ?</verse>
				<verse number="15">Дан енчен сасӑ илтӗнет, Ефрем тӑвӗ енчен вилӗмле хыпар килет:</verse>
				<verse number="16">халӑхсене пӗлтерӗр, Иерусалима хыпарлӑр: инҫетри ҫӗршывран эшкерсем килеҫҫӗ, кӑшкӑрашса Иудея хулисене янӑратаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Хир хуралҫисем пек, Иерусалима вӗсем йӗри-тавра сырса илеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Мана хирӗҫ тӑчӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="18">Хӑвӑн ҫулусемпе хӑвӑн ӗҫӳсем сана ҫакӑнта илсе ҫитерчӗҫ; усаллӑхна пула чӗрӳ асапланать санӑн.</verse>
				<verse number="19">Ах, ӑшӑм-чиккӗм! ах, ӑшӑм-чиккӗм! ах, тӳсме ҫук, чӗрем ҫунса тухать, чӗнмесӗр тӑма пултараймастӑп: чунӑм, ӗнтӗ эсӗ трупа сассипе вӑрҫӑ хавхине илтетӗн.</verse>
				<verse number="20">Инкек ҫине синкек: пӗтӗм ҫӗршыва ҫаратса тухрӗҫ, манӑн ӳплесем сасартӑк, манӑн чатӑрсем пӗр самантрах пӗтсе ларчӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Ялава хӑҫанччен курмалла-ши манӑн, трупасен сассине хӑҫанччен итлемелле-ши?</verse>
				<verse number="22">Манӑн халӑхӑм ӑссӑр, Мана пӗлмеҫҫӗ; вӗсем — айван ачасем, вӗсем шухӑшсӑр пурӑнаҫҫӗ, усал тума ҫеҫ ӑслӑ, ырӑ тума пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӗр ҫине пӑхатӑп та — унӑн сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те ҫук, ҫӳлелле пӑхатӑп — унта ҫутӑ ҫук.</verse>
				<verse number="24">Тусем ҫине пӑхатӑп — акӑ вӗсем чӗтреҫҫӗ, пур сӑрт та силленет.</verse>
				<verse number="25">Пӑхатӑп та — акӑ ҫын та ҫук, пур вӗҫен кайӑк та вӗҫсе саланнӑ.</verse>
				<verse number="26">Пӑхатӑп та — акӑ тулӑхлӑ ҫӗр пушхир пулса тӑнӑ, унӑн мӗнпур хули арканнӑ, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе, Унӑн ҫиллин хаярлӑхӗпе пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: пӗтӗм ҫӗр пушанса юлӗ, анчах ӑна тӗппипех пӗтерсе тӑкмӑп, тет.</verse>
				<verse number="28">Ҫӗр ҫакна пула йӗрсе ярӗ, ҫӳлти пӗлӗтсем тӗксӗмленӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ каланӑ, Эпӗ палӑртса хунӑ, ҫакӑншӑн ӳкӗнмӗп те, ҫакна улӑштармӑп та.</verse>
				<verse number="29">Юланутҫӑсемпе тӗкӗрҫӗсен шӑв-шавӗнчен мӗнпур хула сехӗрленсе тарса пӗтӗ: ҫынсем чӑтлӑх вӑрмансене тарса кайӗҫ, тусем хушшине пытанӗҫ; хуласем пурте пушанса юлӗҫ, унта пӗр ҫын та пулмӗ.</verse>
				<verse number="30">Ӗнтӗ мӗн тӑвӑн-ха эсӗ, хӑрӑнчӑкскерӗ? Селӗм тумланатӑн пулин те, хӑвна ылтӑн ҫипуҫпа эрешлетӗн, куҫна сӑрӑпа сӑрлатӑн пулин те, хӑвна ахалех капӑрлататӑн: еркӗнӳсем сана тиркерӗҫ, вӗсем санӑн чунна шыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="31">Эпӗ кӑшкӑрнине илтетӗп: сасси — ҫуратакан арӑмӑн сасси пек, пӗрремӗш хут ҫуратакан йынӑшни пек; Сион хӗрӗ йынӑшать-мӗн, аллине тӑсса йынӑшать: «ах, хуйхӑ ҫитрӗ! ӗнтӗ чуниллисен аллинчен хӑтӑлаймӑп».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Иерусалим урамӗсем тӑрӑх ҫӳресе пӑхӑр-ха, тӗпчесе пӗлӗр-ха, урам тӑваткӑлӗнче шырӑр-ха: тӳрӗлӗхе уяса пурӑнакан, чӑнлӑха шыракан ҫын пур-и? Эпӗ Иерусалима хӗрхеннӗ пулӑттӑм.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем: «Турӑ пур!» теҫҫӗ те, анчах улталаса тупа тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Эй Ҫӳлхуҫамӑм! ара, Санӑн куҫу тӗрӗссине курмӗ-им? Эсӗ вӗсене ӳкеретӗн — вӗсем ыратнине туймаҫҫӗ; Эсӗ вӗсене пӗтеретӗн — вӗсем ӑс панине йышӑнасшӑн мар; вӗсенӗн чун-чӗри чулран та хытӑ — вӗсем ӳкӗнесшӗн мар.</verse>
				<verse number="4">Вара ӑшӑмра ҫапла каларӑм: «кусем кӗлмӗҫ ҫынсем пулӗ, вӗсем ӑссӑр: вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулне, хӑйсен Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">чаплисем патне каям та вӗсемпе калаҫса пӑхам: вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулне, хӑйсен Туррийӗн саккунне пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем те сӳсменне ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тӑллисене салтса янӑ».</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑншӑн вӗсене вӑрманти арӑслан тапӑннӑ, вӗсене пушхир кашкӑрӗ тӑпалать, хула хӗрринче вӗсене барс сыхласа тӑрать: хуларан тухакана туртса ҫурӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем нумайланчӗҫ, Турӑран уйӑрӑлсах кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Манӑн ҫакӑншӑн мӗнле каҫарас-ха сана? Санӑн ывӑлусем Мана пӑрахрӗҫ, вӗсем турӑ маррисен ячӗпе тупа тӑваҫҫӗ. Эпӗ вӗсене тӑрантартӑм, вӗсем вара асӑхрӗҫ, кӗпӗрленсех аскӑн хӗрарӑмсен ҫуртне ҫӳрерӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем — самӑртнӑ ӑйӑрсем: кашниех ют арӑма курса кӗҫенет.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑншӑн хӗн кӑтартмӑп-и Эпӗ? ҫакӑн пек халӑха тавӑрмӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Унӑн хӳмисем ҫине хӑпарӑр та аркатӑр, анчах тӗппипех мар, тураттисене иртсе тухӑр: вӗсем — Ҫӳлхуҫа валли мар;</verse>
				<verse number="11">Израиль килӗпе Иуда килӗ Мана сутрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпрӗҫ: «мӗнех тӑвайӗ Вӑл? пирӗн пата инкек-синкек килмӗ, эпир хӗҫ те, выҫлӑх та курас ҫук.</verse>
				<verse number="13">Пророксем те — ҫил анчах, вӗсем [Ҫӳлхуҫа] сӑмахне пӗлмеҫҫӗ, вӗсене хӑйсене ҫапла пултӑр!» терӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ вара ҫапла калать: вӗсем ҫавнашкал сӑмахсем калаҫҫӗ, ҫавӑншӑн акӑ вӗсен чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑма кӗртӗп, ӑна вут-ҫулӑм пек тӑвӑп, ҫак халӑха вутӑ тӑвӑп, вара ӑна ҫав вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="15">Ах, Израиль килӗ, акӑ Эпӗ сирӗн ҫине инҫетри халӑха, вӑйлӑ халӑха, авалхи халӑха илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ унӑн чӗлхине пӗлместӗн, вӑл мӗн каланине ӑнланмастӑн.</verse>
				<verse number="16">Унӑн йӗнни — уҫӑ тупӑк евӗрлӗ; пурте вӗсем — паттӑр ҫынсем.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем санӑн тырру-пуллупа ҫӑкӑрна та, ывӑлусемпе хӗрӳсене те, сурӑхусемпе вӑкӑрусене те, иҫӗмӳпе смоква ҫырлине те ҫисе ярӗҫ; ху шанса тӑракан тӗреклӗлетнӗ хулусене хӗҫпе аркатса тӑкӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Анчах ҫавӑн чухне те Эпӗ сире тӗппипех пӗтерсе тӑкмӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="19">Эхер те: «Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, мӗншӗн пире ҫапла тӑвать-ха?» тесе ыйтсассӑн, эсӗ ҫапла хуравла: «эсир Ӑна пӑрахрӑр та хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче ют турӑсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ют ҫӗрте ют ҫынсемшӗн ӗҫлесе пурӑнмалла пулӗ» те.</verse>
				<verse number="20">Ҫакна Иаков килӗнче пӗлтерӗр, Иудейӑра хыпарлӑр, ҫапла калӑр:</verse>
				<verse number="21">эй куҫу пулсан та курман, хӑлху пулсан та илтмен ухмах та ӑссӑр халӑх, итле ҫакна:</verse>
				<verse number="22">эсир Манран хӑрамастӑр-им, тет Ҫӳлхуҫа, Ман умӑмра чӗтреместӗр-им? Эпӗ тинӗс хӗррипе хӑйӑр сапса тухрӑм, вӑл ӗмӗрлӗх чикӗ пулса тӑчӗ; хумсем тем тӗрлӗ талпӑнсан та, ун урлӑ каҫаймӗҫ, тем тӗрлӗ кӗрлесен те, унран иртеймӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Ҫак халӑхӑн чӗри вара чӑрсӑр та пӑлхавлӑ: вӗсем итлемерӗҫ — пӑрӑнса кайрӗҫ;</verse>
				<verse number="24">хӑйсен ӑшӗнче: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан хӑраса тӑрар» теме пӗлмерӗҫ, «кирлӗ вӑхӑтра пире малтанхи тата кайранхи ҫумӑр Паракантан, пирӗн валли ӗҫҫи эрнине Палӑртаканран хӑраса тӑрар» темерӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Ҫапла каламашкӑн сире йӗркесӗр ӗҫӗрсем чӑрмантарчӗҫ, ҫак ырлӑхран сире ҫылӑхӑрсем пӑрса ячӗҫ:</verse>
				<verse number="26">Манӑн халӑхӑм хушшинче усал ҫынсем пур: вӗсем кайӑк тытакан пек сыхласа тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнаҫҫӗ, тапӑ лартаҫҫӗ, ҫынсене тытаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="27">Читлӗх кайӑкпа тулса ларнӑ пек, вӗсен ҫурчӗсем ултавпа тулнӑ; ҫавна пула ҫӗкленсе-пуйса кайрӗҫ вӗсем,</verse>
				<verse number="28">самӑрланса-мӑнтӑрланса кайрӗҫ, усал ӗҫре пур виҫерен те тухрӗҫ, тӗрӗс мар сут тӑваҫҫӗ, тӑлӑха сут туса пайта кураҫҫӗ; чухӑнсенӗн ӗҫне сут патне ҫитермеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫавӑншӑн хӗн кӑтартмӑп-и Эпӗ? ҫакӑн пек халӑха тавӑрмӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="30">Ҫак ҫӗр ҫинче тискер те хӑрушӑ ӗҫ пулса пырать:</verse>
				<verse number="31">пророксем суя сӑмах пӗлтереҫҫӗ, вӗсем пулӑшнипе священниксем хуҫаланаҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм вара ҫакна юратать. Ҫакӑн пек ӗҫсем хыҫҫӑн эсир ӗнтӗ мӗн тӑвайӑр?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Эй Вениамин ывӑлӗсем, тарӑр Иерусалим хушшинчен, Фекойӑра какӑр кӑшкӑртӑр, Бефкаремра вут-ҫулӑмпа паллӑ парӑр: ҫурҫӗр енчен синкер-сехмет килет.</verse>
				<verse number="2">Илемлӗ те черчен Сион хӗрне Эпӗ ҫука хӑварӑп.</verse>
				<verse number="3">Кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗпе ун патне пырӗҫ, ун тавра чатӑрсем лартса тухӗҫ, вара кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче кӗтсе ҫӳрӗ.</verse>
				<verse number="4">Сион хӗрне хирӗҫ вӑрҫа хатӗрленӗр; тӑрӑр, кӑнтӑрла тапранса тухӑпӑр. Шел! кун каҫалла сулӑнать, каҫхи сӗмлӗх сарӑлса килет.</verse>
				<verse number="5">Тӑрӑр, эпир ҫӗрле те кайӑпӑр, унӑн керменӗсене тустарса тӑкӑпӑр!</verse>
				<verse number="6">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йывӑҫ касӑр та Иерусалима хирӗҫ тӑпрас купалӑр: ҫак хула хасана тивӗҫлӗ, унта — тем тӗрлӗ пусмӑр.</verse>
				<verse number="7">Ҫӑлкуҫӗнчен шыв тапса тӑнӑ пек, ҫак хуларан усал ӗҫ палкаса тухать: унта пусмӑрпа вӑрӑ-хурах сасси илтӗнсе тӑрать, Ман куҫӑм умӗнче яланах ӳпкев те суран.</verse>
				<verse number="8">Эй Иерусалим, тӑна кӗрсем, Манӑн санран сивӗнес марччӗ, Манӑн сана пушхир, ҫын пурӑнман ҫӗр, туса хӑварас марччӗ.</verse>
				<verse number="9">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израиль йӑлкӑмне, иҫӗм ҫырли пек, пӗтӗмпех пуҫтарса кайӗҫ; иҫӗм ҫырли татакан пек, аллуна кунтӑ енне тӑс.</verse>
				<verse number="10">Кама калас-ха манӑн, кама итлеме ӳкӗтлес? Вӗсем хӑлхине кастарман та — итлеме пултараймаҫҫӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, вӗсемшӗн кӑмӑллӑ мар вӑл.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа эпӗ Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗпе тулса ларнӑ, ӑна хам ӑшӑмра тытса тӑраймастӑп; ӑна урамри ачасем ҫине те, ҫамрӑксен ушкӑнӗ ҫине те тӑкатӑп; упӑшкипе арӑмне те, кунӗ вӗҫне ҫитнӗ ваттине те илсе кайӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ вӗсен ҫурчӗсем те, вӗсен хирӗсемпе арӑмӗсем те ыттисен аллине куҫӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ аллӑма ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫине тӑсӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах мулшӑн ҫунаҫҫӗ, пророкран пуҫласа священник таранах пурте ултавлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">Ман халӑхӑмӑн суранӗсене ячӗшӗн ҫеҫ сиплеҫҫӗ, «тӑнӑҫлӑх, тӑнӑҫлӑх!» теҫҫӗ те — тӑнӑҫлӑхӗ ҫук та.</verse>
				<verse number="15">Ирсӗр ӗҫсем туса вӑтанаҫҫӗ-и-ха вӗсем? ҫук, пачах та вӑтанмаҫҫӗ, хӗрелмеҫҫӗ те. Ҫавӑншӑн вӗсем ҫылӑхлисем хушшине тӑрӑнса анӗҫ, Эпӗ пырса пӑхнӑ чухне пурте тӑкӑнса пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑр ҫулӑрсем ҫинче чарӑнӑр та пӑхса илӗр, авалхи ҫулсем ҫинчен ыйтса пӗлӗр те ырӑ ҫул ӑҫтарах — унпала кайӑр, вара хӑвӑр валли канлӗх тупӑр, тет. Анчах вӗсем: «каймастпӑр» терӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вара трупа сассине илтчӗр тесе сирӗн патӑра хуралҫӑсем тӑратрӑм. Анчах вӗсем: «итлеместпӗр» терӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Эппин, итлӗр, халӑхсем, вӗсене мӗн пулассине пурте пӗлсе тӑрӑр.</verse>
				<verse number="19">Итле, ҫӗр: акӑ Эпӗ ҫак халӑх ҫине синкер-сехмет, хӑйсен каварӗн ҫимӗҫне, илсе килӗп: вӗсем Ман сӑмахӑмсене итлемерӗҫ, Манӑн саккуна тиркерӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Мана мӗне кирлӗ Савӑран килекен латӑн, инҫетри ҫӗршывран килекен ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш? Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӗрсем Маншӑн юрӑхлӑ мар, ытти парнӗрсем те кӑмӑллӑ мар.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак халӑх умне чӑрмавсем лартӑп та — вӗсенчен такӑнӗҫ: ашшӗсемпе пӗрле ачисем те, кӳршӗпе кӳршӗ те — пурте такӑнса вилсе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗрти ҫӗршывран халӑх килет, тӗнче хӗрринчен аслӑ халӑх ҫӗкленет;</verse>
				<verse number="23">ухӑпа сӑнӑ тытнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр, вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек, юланутсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем ҫапӑҫма хатӗр, Сион хӗрӗ, вӗсем кар тӑрса санпа ҫапӑҫма килеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Эпир вӗсем ҫинчен хыпар илтрӗмӗр те — аллӑмӑр усӑнчӗ, пире хурлӑх ҫитрӗ, ача ҫуратакан арӑмӑн асапӗ пек асап ҫавӑрса илчӗ.</verse>
				<verse number="25">Хире ан тухӑр, ҫулсем тӑрӑх ан ҫӳрӗр: пур енче те — тӑшман хӗҫӗ, пур енче те — хӑрушлӑх.</verse>
				<verse number="26">Халӑхӑм хӗрӗ! хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, тусан ҫинче йӑвалан; пӗртен-пӗр ывӑлу вилнӗ евӗр хурланса, вӗри куҫҫульпе макӑр; пирӗн ҫине пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтермӗш килет.</verse>
				<verse number="27">Вӗсенӗн ҫулне тӗрӗслемешкӗн Эпӗ сана — шӑратаканӗ, халӑхӑма ылтӑн тӑпри турӑм.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем пурте — тӳрккес те шанчӑксӑр ҫынсем, элекпе ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ; вӗсем — пӑхӑр та тимӗр, пурте — пӑсӑлнӑ ҫынсем.</verse>
				<verse number="29">Вӗркӗчӗ ҫунса кайрӗ, тӑхлан вутпа шӑранса пӗтрӗ: шӑратаканӗ кӑлӑхах шӑратрӗ, юрӑхсӑрри хӑпмарӗ;</verse>
				<verse number="30">пӑрахӑҫ кӗмӗл тесе ят парӗҫ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсене пӑрахрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умне тӑр та ҫак сӑмаха пӗлтерсе ҫапла кала: эй ҫак хапха витӗр Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма кӗрекен пӗтӗм Иудея халӑхӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле.</verse>
				<verse number="3">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетӗр те, Эпӗ сире ҫак вырӑнтах пурӑнма хӑварӑп.</verse>
				<verse number="4">«Кунта Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ» тесе улталакансене ан ӗненӗр.</verse>
				<verse number="5">Хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетмеллипех тӳрлетсессӗн, кирек камшӑн та сута тӳрӗ туса пырсассӑн,</verse>
				<verse number="6">ют ҫӗр ҫыннисене, тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене хӗсӗрлемесессӗн, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн тӑкмасассӑн, хӑвӑра инкек туса урӑх турӑсем хыҫҫӑн каймасассӑн,</verse>
				<verse number="7">Эпӗ сире ҫак вырӑнтах, хӑвӑр аҫӑрсене сыпӑкран сыпӑка пымалла панӑ ҫак ҫӗр ҫинчех, хӑварӑп.</verse>
				<verse number="8">Анчах эсир хӑвӑра усӑ паман ултавлӑ сӑмахсене шанатӑр.</verse>
				<verse number="9">Мӗнлерех вӑрлатӑр эсир, вӗлеретӗр, аскӑнатӑр, ултавлӑн тупа тӑватӑр, Ваал умӗнче тӗтӗретӗр, хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн ҫӳретӗр!</verse>
				<verse number="10">Кайран вара килетӗр те Ман ятӑмпа хисепленекен ҫакӑ Ҫуртра Ман умӑма тӑратӑр, «эпир ҫӑлӑннӑ» теетӗр, эсир ӗнтӗ малашне те ирсӗр ӗҫсем тума хатӗр!</verse>
				<verse number="11">Эсир Ман ятӑмпа хисепленекен ҫакӑ Ҫурт вӑрӑ-хурах йӑви пулса тӑтӑр тетӗр-и? Эпӗ ҫакна пӗтӗмпех курса тӑратӑп! тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Силома — унччен Эпӗ Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе кӑтартнӑ вырӑна — кайса пӑхӑр-ха, Израиль халӑхӗн усал ӗҫӗшӗн Эпӗ ӑна мӗн тунине курӑр-ха.</verse>
				<verse number="13">Эсир халӗ те ҫав ӗҫсенех тӑватӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен ҫине-ҫинех каларӑм, анчах эсир итлемерӗр, чӗнтӗм сире — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр,</verse>
				<verse number="14">ҫавӑнпа Эпӗ Ман ятӑмпа хисепленекен, эсир шанса тӑракан ҫакӑ Ҫурта та, сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ вырӑна та Силома мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="15">Тӑванӑрсене, пӗтӗм Ефрем йӑхне, хӑваласа янӑ пекех, сире Хам умран хӑваласа ярӑп.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ вара ҫак халӑх патне ан ҫывӑхар, уншӑн ан макӑр, уншӑн кӗлтуса Мана ан тархасла — Эпӗ сана илтмӗп.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче мӗн тунине курмастӑн-им?</verse>
				<verse number="18">Тӳпен ама турри валли икерчӗ пӗҫермешкӗн ачисем вут-шанкӑ пуҫтараҫҫӗ, ашшӗсем вут чӗртеҫҫӗ, хӗрарӑмӗсем чуста ҫӑраҫҫӗ. Мана хурласа урӑх турӑсем умӗнче чӳк тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Анчах Мана хурлаҫҫӗ-и-ха вӗсем? тет Ҫӳлхуҫа. Хӑйсене намӑса хӑварса, хӑйсене хӑйсем хурлаҫҫӗ вӗсем.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн ҫиллӗм, Манӑн хаярлӑхӑм ҫак вырӑна, ҫынсемпе выльӑх ҫине, хирти йывӑҫсемпе ҫӗр ҫимӗҫӗсем ҫине ӳксе хыпса илӗ те пӗр сӳнмесӗр ҫунса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="21">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: парнесем кӳрӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене кӳрӗр, аш ҫийӗр;</verse>
				<verse number="22">сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫинчен, ытти парне ҫинчен каламарӑм, ӳкӗтлемерӗм,</verse>
				<verse number="23">анчах вӗсене ҫакӑн пек ӳкӗтлерӗм: «Мана итлӗр, вара Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп, Эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, хӑвӑра ырӑ пултӑр тесессӗн, Эпӗ вӗрентекен ҫулпа ҫӳрӗр» терӗм.</verse>
				<verse number="24">Анчах вӗсем итлемерӗҫ, хӑлхине таймарӗҫ, хӑйсен усал чӗри еккипе пурӑнчӗҫ, чӑхӑмларӗҫ, Ман еннелле питпе мар, ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Сирӗн аҫӑрсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа паян кунчченех Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене — пророксене — ярсах тӑтӑм, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм;</verse>
				<verse number="26">анчах вӗсем Мана итлемерӗҫ, хӑлхине таймарӗҫ, чурӑслансах кайрӗҫ, хӑйсен ашшӗсенчен те киревсӗртерех хӑтланчӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Эсӗ вӗсене ҫак пӗтӗм сӑмаха калама пуҫласассӑн, вӗсем сана итлемӗҫ; вӗсене чӗнсессӗн, вӗсем сана хирӗҫ чӗнмӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Вара ҫапла кала вӗсене: акӑ Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, итлемен, вӗрентсе каланине хапӑл туман халӑх! Ӗнтӗ вӗсен чӑнлӑх юлмарӗ, вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ ӑна йышӑнмарӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫӳҫне касса тӑк, сӑрт-ту ҫинче хӳхле: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Хӑйне ҫиллентернӗ йӑха пӑрахрӗ.</verse>
				<verse number="30">Манӑн умӑмра Иуда ывӑлӗсем усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртра, ӑна варалас тесе, хӑйсен йӗрӗнчӗкӗсене лартса тухрӗҫ;</verse>
				<verse number="31">Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑмра ҫунтармашкӑн Тофетра чӳк вырӑнӗсем туса пӗтерчӗҫ, Эпӗ ун пек тума хушман, ку Манӑн чӗремре те пулман.</verse>
				<verse number="32">Акӑ ӗнтӗ ҫак вырӑна текех Тофет тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ тесе каламӗҫ, ӑна Вилӗм айлӑмӗ тесе каламалли кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вырӑн ҫитменнипе Тофетра ҫын пытарма пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="33">Ҫак халӑх ҫыннисен виллисем вӗҫен кайӑксенӗн, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксенӗн ҫимӗҫӗ пулса тӑрӗҫ, кайӑкӗсене хӑваласа яракан та пулмӗ.</verse>
				<verse number="34">Иудейӑри хуласенче тата Иерусалим урамӗсенче савӑнӑҫ сассине те, хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассине те, ҫураҫнӑ хӗр сассине те чарса лартӑп — ҫакӑ ҫӗр пушхир пулса тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Иуда патшисен шӑммисене те, унӑн улпучӗсен шӑммисене те, священниксен шӑммисене те, пророксен шӑммисене те, Иерусалимра пурӑннӑ ҫынсен шӑммисене те хӑйсен тупӑклӑхӗнчен кӑларса ывӑтӗҫ;</verse>
				<verse number="2">вӗсене хӑйсем юратнӑ, пӑхӑнса тӑнӑ, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, хӑйсем шыранӑ тата пуҫҫапнӑ хӗвелпе уйӑх умне, мӗнпур ҫӳлти ҫар умне сапаласа тӑкӗҫ; вӗсене пуҫтармӗҫ те, пытармӗҫ те: ҫӗр ҫинче вӗсем тислӗк пулӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫак усал йӑхран чӗрӗ юлнисемшӗн вилӗм пурӑнӑҫран лайӑхрах пулӗ; Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярсассӑн та ҫавӑн пек пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="4">Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ӳксессӗн тӑмаҫҫӗ-им вара, ҫултан аташсассӑн каялла таврӑнмаҫҫӗ-им?</verse>
				<verse number="5">Мӗншӗн-ха ҫак халӑх аташать? мӗншӗн-ха Иерусалим ӗмӗрӗпех аташать? вӗсем ултава хытӑ шанаҫҫӗ — Ман енне ҫаврӑнасшӑн мар.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ сӑнаса тӑрсах итлерӗм: вӗсем тӳррине каламаҫҫӗ, хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн пӗри те ӳкӗнмест, никам та: «мӗн туса хутӑм-ха эпӗ?» тесе каламасть; вӑрҫӑ хирӗнче талпӑнакан ут пек, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе чупать.</verse>
				<verse number="7">Тӳпери чарлан та хӑйӗн вӑхӑтне пӗлет, улатӑпа та, чӗкеҫ те, тӑрна та хӑйсем вӗҫсе килмелли вӑхӑта астуса тӑраҫҫӗ; Манӑн халӑхӑм вара Ҫӳлхуҫа саккунне пӗлмест.</verse>
				<verse number="8">«Эпир ӑслӑ, пирӗн Турӑ панӑ саккун пур» тесе мӗнле калаятӑр-ха эсир? Кӗнекеҫӗсен суя калемӗ суя-ултавах ҫырать.</verse>
				<verse number="9">Ӑсчахсем намӑса юлчӗҫ, сехӗрленсе ӳкрӗҫ, танатана ҫакланчӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне йышӑнмарӗҫ — ӑҫта-ха вӗсен ӑсӗ?</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑншӑн вӗсен арӑмӗсене урӑххисене, вӗсен хирӗсене ытти хуҫасене парӑп; ӗнтӗ вӗсем, кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах, мулшӑн ҫунаҫҫӗ; пророкран пуҫласа священник таранах — пурте ултавлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Ман халӑхӑм хӗрӗн суранӗсене ячӗшӗн ҫеҫ сиплеҫҫӗ, «тӑнӑҫлӑх, тӑнӑҫлӑх!» теҫҫӗ те — тӑнӑҫлӑхӗ ҫук та.</verse>
				<verse number="12">Ирсӗр ӗҫсем туса вӑтанаҫҫӗ-и-ха вӗсем? ҫук, пачах та вӑтанмаҫҫӗ, хӗрелмеҫҫӗ те. Ҫавӑншӑн вӗсем ҫылӑхлисем хушшине тӑрӑнса анӗҫ; Эпӗ пырса пӑхнӑ чухне пурте тӑкӑнса пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Вӗсене ним юлмиччен ҫаратса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, иҫӗм пултранки ҫинче пӗр ҫырла та, смоква йывӑҫӗ ҫинче пӗр смоква та юлмӗ, ҫулҫисем шанса кайӗҫ, Эпӗ мӗн панине пурне те туртса илӗҫ.</verse>
				<verse number="14">«Мӗн туса ларатпӑр эпир? пуҫтарӑнӑр та — тӗреклӗлетнӗ хуласене каяр, ҫавӑнта вилер; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ пире вилме палӑртса хунӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Вӑл пире ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерет».</verse>
				<verse number="15">Тӑнӑҫлӑх кӗтрӗмӗр — ним ырри те ҫук, сываласса шантӑмӑр — сехмет ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="16">Дан енчен тӑшман учӗсем тулхӑрни илтӗнет, ӑйӑрӗсем хыттӑн кӗҫеннӗрен пӗтӗм ҫӗр чӗтрет; килӗҫ те — ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулапа унта пурӑнакансене пӗтерсе тӑкӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине ҫӗленсем — ӑрӑмласа та ҫӗнтерейми наркӑмӑшлӑ хура ҫӗленсем — ярӑп, вӗсем сире сӑхса суранлатса пӗтерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="18">Савӑнӑҫӑм ҫухалчӗ, ман ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анчӗ, чӗрем халран кайрӗ.</verse>
				<verse number="19">Акӑ инҫетри ҫӗршывран халӑхӑмӑн хӗрӗ йӗрсе йӑлӑннине илтетӗп: «Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫук-им вара? унта Патша ҫук-им вара?» Мӗншӗн-ха вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсемпе — ют ҫӗр йӗрӗхӗсемпе, ниме тӑманскерсемпе — Мана ҫиллентерчӗҫ?</verse>
				<verse number="20">Ӗҫҫи вӗҫленчӗ, ҫу кунӗсем иртсе кайрӗҫ, эпир вара ҫӑлӑнайман-ха.</verse>
				<verse number="21">Халӑхӑм хӗрӗн хурлӑхӗ пирки хурланатӑп эпӗ, салхуллӑ ҫӳретӗп, хӑрушлӑх ҫавӑрса илчӗ мана.</verse>
				<verse number="22">Галаадра бальзам ҫук-шим вара? сиплевҫӗ ҫук-шим унта? Халӑхӑмӑн хӗрне мӗншӗн-ха сыватаймаҫҫӗ?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ах, пуҫӑм куҫҫуль пулсанччӗ, куҫӑм куҫҫуль ҫӑлкуҫӗ пулсанччӗ! эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн чиксе пӑрахнӑ йӑхташӑмсемшӗн йӗрӗттӗм.</verse>
				<verse number="2">Ах, пушхирте манӑн хӳтлӗх вырӑн пулсанччӗ! халӑхӑма пӑрахса хӑварӑттӑм, вӗсем патӗнчен кайӑттӑм: вӗсем пурте — аскӑнчӑксем, ултавҫӑсен эшкерӗ.</verse>
				<verse number="3">Ултавшӑн вӗсем чӗлхине ухӑ пек карӑнтараҫҫӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗ мар ӗҫсемпе паттӑрланаҫҫӗ: пӗр усал ӗҫ хыҫҫӑн тепӗр усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, Мана пӗлмеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="4">Кашнийӗ хӑйӗн кӳршинчен сыхлантӑр, хӑвӑр тӑванӑрсене пӗрне те ан шанӑр: пӗр тӑванӗ тепӗрне ура хурать, кӳршӗ элек сарса ҫӳрет.</verse>
				<verse number="5">Пӗри тепӗрне улталать, тӗрӗссине каламасть: чӗлхине улталама вӗрентнӗ те — ывӑнса ҫитичченех суяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ ултав хушшинче пурӑнатӑн; ултавлӑ пулнӑран вӗсем Мана пӗлесшӗн мар, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсене шӑратсах тӗрӗслӗп; халӑхӑмӑн хӗрӗпе Манӑн тата мӗн тӑвас-ха?</verse>
				<verse number="8">Вӗсен чӗлхи — вӗлерекен ҫӗмрен, чее калаҫать; ҫывӑх ҫыннипе вӗсем туслӑн пуплеҫҫӗ, чӗринче вара ӑна хирӗҫ кавар тӗвӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑншӑн Эпӗ вӗсене хӗн кӑтартмӑп-и вара? ҫавӑн пек халӑха Эпӗ тавӑрмӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Сӑрт-тушӑн кӑшкӑрса хӳхлеме, ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхшӗн эпӗ ӗсӗклесе йӗме пуҫлӑп: вӗсем ӗнсе-ҫунса кайнӑ, унта никам та ҫӳремест, унта кӗтӳ сасси те илтӗнмест; вӗҫен кайӑк та, выльӑх-чӗрлӗх те пӗтӗмпе саланса-тарса пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="11">Иерусалимран ӗнтӗ чул купи, шакалсен йӑви тӑвӑп, Иудея хулисенчен пушхир тӑвӑп, ҫынсӑр хӑварӑп.</verse>
				<verse number="12">Ҫакна ӑнланакан ӑслӑ ҫын пур-и-ха? Ҫӗршыв мӗншӗн пӗтнине, мӗншӗн вӑл никам ҫӳреми ӗнсе-ҫунса выртакан пушхир пулса тӑнине Ҫӳлхуҫа кама калайтӑр-ха, кама пӗлтертӗр-ха?</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ панӑ саккуна, хӑвӑра панӑ саккуна, пӑрахнӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, ӑна уяса пурӑнманшӑн,</verse>
				<verse number="14">хӑйсен ашшӗсем вӗрентсе хӑварнӑ пек, тӳрккесленсех хӑйсен еккипе Ваалсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн</verse>
				<verse number="15">Эпӗ вӗсене, ҫак халӑха, армути ҫитерӗп те ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри;</verse>
				<verse number="16">вӗсене хӑйсем те, хӑйсен ашшӗсем те пӗлмен халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп та хыҫҫӑн хӗҫ ярса тӗппипе пӗтерсе тӑкӑп.</verse>
				<verse number="17">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: шухӑшлӑр та хӳхлекен хӗрарӑмсене чӗнӗр — ҫавсем килччӗр; ҫак ӗҫе ӑста тӑвакан хӗрарӑмсене чӗнме ярӑр — ҫавсем килччӗр.</verse>
				<verse number="18">Васкаччӑр вӗсем, пирӗншӗн хӳхлеме пуҫлаччӑр, пирӗн куҫран куҫҫуль юхтӑр, куҫ хупанкинчен шыв пек тӑкӑнтӑр.</verse>
				<verse number="19">Сион енчен ҫапла каласа йӗни илтӗнет: «ах, пире епле ҫаратрӗҫ! пире тем тӗрлӗ намӑса хӑварчӗҫ, ӗнтӗ хамӑр ҫӗре пӑрахса каятпӑр: пирӗн ҫуртсене аркатрӗҫ».</verse>
				<verse number="20">Ӗнтӗ итлӗр, хӗрарӑмсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Ӑна хӑлхӑра тайса итлӗр; хӗрӗрсене те хӳхлеме вӗрентӗр, пӗри тепӗрне хӳхлев юррисем вӗренттӗр:</verse>
				<verse number="21">пирӗн чӳречесенчен вилӗм кӗрет, пирӗн керменсене кӗрсе каять, вӑл ачасене урамра, яш-кӗрӗме уҫӑ вырӑнта пӗтерсе тӑкасшӑн.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тесе кала: ҫын виллисем хирти тислӗк пек, выракан хыҫҫӑн выртса юлакан кӗлтесем пек выртса юлӗҫ, вӗсене пуҫтаракан та пулмӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ӑсли хӑйӗн ӑсӗпе ан мухтантӑр, вӑйли хӑйӗн вӑйӗпе ан мухтантӑр, пуянни хӑйӗн мулӗпе ан мухтантӑр.</verse>
				<verse number="24">Мухтанакан Мана ӑнланнипе, Эпӗ ҫӗр ҫинче ырӑлӑх, сут, тӳрӗлӗх тӑвакан Турӑ пулнине пӗлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн Маншӑн ҫакӑ ҫеҫ кӑмӑллӑ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="25">Акӑ ӳтне ҫеҫ кастарнӑ халӑхсене хаса парас кунсем ҫывхараҫҫӗ:</verse>
				<verse number="26">Эпӗ Египетпа Иудейӑна, Эдома, Аммон ывӑлӗсене, Моава тата пушхирте пурӑнакан, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене хаса парӑп. Ытти халӑхсем — ӳтне кастарман халӑхсем, Израиль килӗ вара чӗрине кастарман, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Эй Израиль килӗ! итле Ҫӳлхуҫа хӑвна калакан сӑмаха!</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суя тӗнлисен ҫулӗсене ан иленӗр, суя тӗнлисем хӑракан ҫӳлти паллӑсенчен ан шикленӗр.</verse>
				<verse number="3">Ҫав халӑхсен йӑли-йӗрки ниме те тӑмасть: вӑрманта йывӑҫ касаҫҫӗ те пуртӑ тытса ӑна каскалакан аллипе чутлаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="4">ылтӑн-кӗмӗлпе эрешлеҫҫӗ, ан ӳктӗр тесе, ҫапкӑчпа пӑта ҫапса ҫирӗплетеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем — хӑяр йӑранӗ ҫинчи катемпи пекех, калаҫмаҫҫӗ; вӗсене йӑтса ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем утма пултараймаҫҫӗ. Вӗсенчен ан хӑрӑр, вӗсем усал тӑваймаҫҫӗ, анчах вӗсен ыррине тума та вӑйӗ ҫук.</verse>
				<verse number="6">Эй Ҫӳлхуҫа, Сан пекки урӑх ҫук! Эсӗ аслӑ, Санӑн яту та хӑватлӑхпа аслӑ.</verse>
				<verse number="7">Эй халӑхсенӗн Патши, кам хӑраса тӑмӗ Санран? ҫакӑ вӑл пӗртен-пӗр Сана ҫеҫ тивӗҫлӗ; халӑхсен мӗнпур ӑсчахӗ хушшинче те, вӗсен пур патшалӑхӗнче те Сан евӗрли урӑх ҫук.</verse>
				<verse number="8">Йӗрӗхсем — ӑссӑр-тӑнсӑр, хаяр; ниме тӑман йӗрӗхсем вӗрентни — турпас ҫеҫ.</verse>
				<verse number="9">Фарсисран кӗмӗл чӗлпӗкӗсем, Уфазран ылтӑн илсе килнӗ, вӗсем — ӳнерҫӗ ӗҫӗ, шӑратаканӑн ӗҫӗ; вӗсен тумтирӗ кӑвак та хӗрхӗлтӗм тӗслӗ: ҫакӑ йӑлтах — ӑстайлӑ ҫынсен ӗҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Пӗр Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫеҫ шанчӑклӑ; Вӑл — чӗрӗ Турӑ, ӗмӗрхи Патша. Унӑн ҫиллинчен ҫӗр чӗтренсе тӑрать, халӑхсем Унӑн хаярлӑхне тӳссе тӑма пултараймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла калӑр вӗсене: тӳпепе ҫӗре пултарман турӑсем ҫӗр ҫинчен те, тӳпе айӗнчен те ҫухалӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ, тӗнчене Хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫирӗплетнӗ, тӳпене Хӑйӗн ӑстӑнӗпе карса хунӑ.</verse>
				<verse number="13">Сасӑ парать те Вӑл — тӳпере шывсем шавлаҫҫӗ, Вӑл ҫӗр хӗрринчен пӗлӗтсем хӑпартать, ҫумӑр витӗр ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.</verse>
				<verse number="14">Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.</verse>
				<verse number="15">Ку вӑл — ниме тӑман, аташса тунӑ ӗҫ; Вӑл килсе пӑхнӑ чухне вӗсем ҫухалӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Иаков Турри — ун пек мар: Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Израиль — Унӑн халӑхӗ, Унӑн еткерлӗхӗ, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="17">Эй хупӑрласа илнӗ вырӑнта лараканӗ, япалусене пуҫтарса ҫых:</verse>
				<verse number="18">ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ку хутӗнче Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене кӑларса ывӑтӑп, вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тӳссе курччӑр ҫавна.</verse>
				<verse number="19">Хуйхӑ ҫитрӗ мана! асапланатӑп, суранӑм чӑтма ҫук ыратать, ӑшӑмра: «чӑтса ирттерӗп-ха» тесе шухӑшланӑччӗ;</verse>
				<verse number="20">анчах чатӑрӑм пушанса юлчӗ, вӗренӗмсем татӑлса пӗтрӗҫ; ачамсем мана пӑрахса кайрӗҫ, вӗсем ҫук ӗнтӗ: чатӑрӑма лартакан та, ӑна каракан та ҫук,</verse>
				<verse number="21">мӗншӗн тесессӗн кӗтӳҫӗсем ӑссӑрланса кайрӗҫ, Ҫӳлхуҫана шырамарӗҫ, ҫавӑнпа ӑнӑҫсӑр вӗсем, вӗсен пӗтӗм кӗтӗвӗ саланса пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="22">Акӑ хыпар ҫитрӗ, авӑ килет вӑл, Иудея хулисене пушхирпе шакалсен вырӑнӗ туса хӑвармашкӑн ҫурҫӗр енчи ҫӗршывран шӑв-шав ҫывӑхарса килет.</verse>
				<verse number="23">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, этем ҫулӗ хӑй ирӗкӗнчен килменнине пӗлетӗп, урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="24">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хаса пар мана, анчах ҫиллӳпе мар, тӳрӗлӗхӳпе хаса пар, мана пӗтерсех ан пӑрах.</verse>
				<verse number="25">Хаярлӑхна Хӑвна пӗлмен халӑхсем ҫине, Хӑвӑн ятна асӑнман йӑхсем ҫине яр: вӗсем Иакова ҫисех ячӗҫ, хыпса ҫӑтрӗҫ ӑна, тӗп турӗҫ ӑна, унӑн ялӗсене тустарса тухрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="2">ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр;</verse>
				<verse number="3">вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ;</verse>
				<verse number="4">ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тупа тунине вырӑна килтертӗм — вӗсене сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр патӑм. Эсир халӗ ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр, тесе калать, те. Эпӗ вара ҫапла хуравларӑм: аминь, Ҫӳлхуҫамӑм! терӗм.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак мӗнпур сӑмаха Иуда хулисемпе Иерусалим урамӗсенче пӗлтер: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те вӗсене туса тӑрӑр, те.</verse>
				<verse number="7">Сирӗн аҫӑрсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа паян кунчченех пӗр вӗҫӗмсӗр каласа тӑтӑм, ҫине-ҫинех каларӑм: «Ман сӑмахӑма итлӗр» терӗм.</verse>
				<verse number="8">Анчах вӗсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхана та чикмерӗҫ, кашниех хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе ҫӳрерӗ: ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хирӗҫ ҫак халалӑн пӗтӗм сӑмахне — вӗсем пурӑнӑҫа килтерсе тӑма хушнӑ сӑмаха, вӗсем пурӑнӑҫламан сӑмаха — ярӑп.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ:</verse>
				<verse number="10">вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ. Израиль килӗпе Иуда килӗ Эпӗ вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑсрӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, вӗсем унран хӑтӑлаймӗҫ, Мана тархаслама тытӑнсассӑн та Эпӗ вӗсене илтмӗп.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн чухне Иуда хулисемпе Израиль ҫыннисем хӑйсем тӗтӗрекен турӑсене йӗре-йӗре тархаслӗҫ; анчах туррисем ҫав хӗн-хур вӑхӑтӗнче нимӗнле те пулӑшмӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Иуда, ӗнтӗ санӑн мӗн чухлӗ хула, туррусем те ҫавӑн чухлех, Иерусалимра мӗн чухлӗ урам, сирӗн йӗрӗнчӗксене парне кӳмелли вырӑн та ҫавӑн чухлех. Ваала тӗтӗрмелли вырӑнсем лартса тултартӑр.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ вара ҫак халӑхшӑн ан ыйт, уншӑн ан кӗлту, ан тархасла: вӗсем хӗн-хур тӳснӗ чухне Мана тархасланине илтмӗп Эпӗ.</verse>
				<verse number="15">Ман Ҫуртӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем пулса иртнӗ чухне Ман савнӑ халӑхӑмӑн унта мӗн тупмалли пур? сана, усал ӗҫ туса савӑнаканскерне, таса аш та пулӑшаймӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа сана «Паха ҫимӗҫлӗ ытарайми ҫу йывӑҫӗ» тесе ят панӑ. Халӗ вара аслати шавӗпе пӗрле Вӑл ун тавра вут хыптарса ячӗ те, унӑн турачӗсем ҫунса кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Хӑвна лартса ӳстернӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа акӑ Израиль килӗпе Иуда килӗ тунӑ усал ӗҫсемшӗн сан ҫине сехмет ячӗ. Вӗсем Ваала тӗтӗрсе Мана тарӑхтарчӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Турӑ мана уҫса пачӗ те — эпӗ пӗлетӗп; Эсӗ мана вӗсен ӗҫӗсене кӑтартрӑн.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ вара, хӑйне пусма илсе каякан йӑваш путек пек, вӗсем мана хирӗҫ кавар тунине, «ку йывӑҫа ҫамрӑклах пӗтерер, ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрар, ятне те ан асӑнччӑр урӑх» тенине пӗлмен те.</verse>
				<verse number="20">Анчах Саваоф Ҫӳлхуҫа тӳррипе сут тӑвать, чӗрепе ӑшчике сӑнаса тӗрӗслет. Вӗсене Хӑв тавӑрнине курмалла тусамччӗ мана: тавӑҫӑма Сана шанса патӑм.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑнпа сан чунна шыракан, «пирӗн алӑран вилес мар тесессӗн, Ҫӳлхуҫа ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳре» теекен Анафоф ҫыннисем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать;</verse>
				<verse number="22">ҫавӑнпа Саваоф Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем патне пырса пӑхӑп: вӗсенӗн яш ачисем хӗҫрен вилӗҫ; вӗсенӗн ывӑлӗ-хӗрӗ выҫӑпа вилӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсенчен йӑлкӑмӗ те юлмӗ: вӗсем патне пырса пӑхнӑ ҫулхине Эпӗ Анафоф ҫыннисем ҫине хӗн-хур ярӑп, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Санпа сутлашас пулсассӑн, тӳрри Эсӗ пулӑн; ҫапах эпӗ Санпа тӳрӗ сут ҫинчен калаҫӑп: мӗншӗн-ха усаллисен ҫулӗ ӑнса пырать, ултавҫӑсем пурте ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ?</verse>
				<verse number="2">Вӗсене Эсӗ хунаттарнӑ — вӗсем тымар янӑ, ӳссе ҫитнӗ те ҫимӗҫ параҫҫӗ. Эсӗ вӗсен чӗлхи вӗҫӗнчен каймастӑн, анчах вӗсен чӗринчен аякра тӑратӑн.</verse>
				<verse number="3">Мана вара, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлетӗн, мана куратӑн, Эсӗ манӑн чӗреме сӑнанӑ: вӑл — Санпа пӗрле. Пусмалли сурӑхсене уйӑрса илнӗ пек уйӑр та вӗсене вӗлермелли кун валли хатӗрлесе хур.</verse>
				<verse number="4">Ҫӗр вӑрахчен хурланӗ-ши, хирти курӑк вӑрахчен типӗ-ши? выльӑхсемпе кайӑксем ҫӗр ҫинчи усал ҫынсене пула пӗтеҫҫӗ: унашкал ҫынсем: «Вӑл пирӗн ҫулсене курмӗ-ха» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫуран ҫынсемпе чупсах ӗшенетӗн пулсассӑн, урхамахсемпе мӗнле тупӑшас-ха санӑн? тӑнӑҫлӑ ҫӗршыврах такӑнса ӳкетӗн пулсассӑн, Иордан хӑмӑшлӑхӗнче мӗн тӑвӑн-ха эсӗ?</verse>
				<verse number="6">Тӑванусем те, аҫун килӗ те — сана вӗсем те сутрӗҫ, вӗсем те сан хыҫҫӑн кӑшкӑрса юлаҫҫӗ. Вӗсем хӑвна ырӑ каланӑ чухне те ан шан вӗсене.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ Хамӑн Ҫуртӑма пӑрахрӑм; Хамӑн еткерӗмрен уйӑрӑлса кайрӑм, чунӑмшӑн чи кӑмӑллине унӑн тӑшманӗсен аллине патӑм.</verse>
				<verse number="8">Манӑн еткерӗм Маншӑн вӑрманти арӑслан пек пулса тӑчӗ; Мана хирӗҫ сассине хӑпартрӗ: ҫавӑншӑн Эпӗ ӑна курайми пултӑм.</verse>
				<verse number="9">Манӑн еткерӗм — чӑпар виле хурчки пек, ӑна виле хурчкисемех хупӑрласа илнӗ. Эй хирти мӗнпур тискер кайӑк, килӗр, пухӑнӑр, ӑна ҫисе ямашкӑн килӗр.</verse>
				<verse number="10">Кӗтӳҫӗсен ушкӑнӗ Манӑн иҫӗм пахчине тустарса пӗтерчӗ, Манӑн ҫӗр лаптӑкне таптарӗ; Манӑн юратнӑ ҫӗр лаптӑкне ишӗлчӗк купипе пушхир туса хӑварчӗ;</verse>
				<verse number="11">ӑна пушхире кӑларчӗ, юхӑннӑскер, вӑл Ман умӑмра макӑрать; пӗтӗм ҫӗр ҫаралса юлнӑ, ӗнтӗ ҫакӑншӑн хуйхӑракан та ҫук.</verse>
				<verse number="12">Пушхирти пӗтӗм ту ҫине ҫаратакансем, тустаракансем килнӗ — Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити тӗппипех пӗтерет; пӗр чӗрӗ чуншӑн та тӑнӑҫлӑх ҫук.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем тулӑ акнӑччӗ — йӗплӗ кӳкен вырса илчӗҫ; халтан кайрӗҫ — уссине кураймарӗҫ; ҫакӑн пек тупӑшшӑн вӑтанӑр ӗнтӗ! Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли ҫакӑ вӑл!</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ усал кӳршӗмсене — Хамӑн халӑхӑма, Израиле, еткерлӗхе панӑ ҫӗр ҫине тапӑнаканскерсене — хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчен кӑларса ывӑтӑп, вӗсен хушшинчен Иуда килне туртса кӑларӑп.</verse>
				<verse number="15">Вӗсене туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн Эпӗ вӗсене каялла ҫавӑрса килӗп, вӗсене каҫарӑп, кашнинех хӑйӗн пайне, хӑйӗн ҫӗрне илсе килсе ярӑп.</verse>
				<verse number="16">Ман халӑхӑмӑн ҫулне пӗлсе ҫитсессӗн, Ман халӑхӑма Ваал ячӗпе тупа тума вӗрентнӗ пек, «Турӑ пур!» тесе Ман ятӑмпа тупа тума вӗренсе ҫитсессӗн — вӗсем Ман халӑхӑм хушшине килсе вырӑнаҫӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Эхер те итлемесессӗн, Эпӗ ҫакӑн пек халӑха кӑкласа тӑкӑп та тӗппипех пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: кай та хӑвна валли йӗтӗн пир татӑкӗ туян, ӑна пӗҫҫӳ тавра ҫавӑрса ҫых, анчах ӑна шыва ан хур, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ Ҫӳлхуҫа хушнипе йӗтӗн пир татӑкӗ туянтӑм, ӑна пӗҫҫӗм тавра ҫавӑрса ҫыхрӑм.</verse>
				<verse number="3">Тепӗр хутӗнче мана Ҫӳлхуҫаран ҫапла сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="4">ху туяннӑ пӗҫӗ ҫыххине салт та Евфрат патне кай, ӑна ҫавӑнта ту ҫурӑкне пытарса хур, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Эпӗ кайрӑм та ӑна Евфрат патӗнче пытарса хутӑм.</verse>
				<verse number="6">Чылай кун иртсессӗн Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Евфрат патне кай та унтан Эпӗ сана пытарса хума хушнӑ пӗҫӗ ҫыххине ил, терӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ Евфрат патне кайрӑм, пытарса хунӑ вырӑнтан пӗҫӗ ҫыххине чавса кӑлартӑм та, акӑ — вӑл ҫӗрсех кайнӑ, ниме юрӑхсӑр пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудӑн мӑнкӑмӑллӑхӗпе Иерусалимӑн шутсӑр пысӑк мӑнкӑмӑллӑхне Эпӗ ҫакӑн пек юрӑхсӑра кӑларӑп.</verse>
				<verse number="10">Ах, ҫак усал халӑх — Манӑн сӑмахӑмсене итлемесӗр, хӑйӗн чӗри чурӑслӑхӗпе пурӑнакан, ытти турӑ хыҫҫӑн кайса вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑракан, вӗсене пуҫҫапакан халӑх — ҫак юрӑхсӑра тухнӑ пир таткипе мӗн пулнӑ, ӑна та ҫавӑн пекех пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав пӗҫӗ ҫыххи ӳт ҫумне тачӑ ҫыпӑҫӑнса тӑнӑ пек, пӗтӗм Израиль килӗпе пӗтӗм Иуда килне те Эпӗ Хам ҫума чӑмӑртарӑм, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Манӑн халӑхӑмпа Манӑн ятӑм, Манӑн мухтавӑмпа чапӑм пулччӑр терӗм, анчах вӗсем итлемерӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнпа вӗсене ҫак сӑмаха кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кирек хӑш кӑкшӑма та эрех тултараҫҫӗ. Вӗсем сана калӗҫ: «эпир кирек хӑш кӑкшӑма та эрех тултарнине пӗлместпӗр-им?» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ вара вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсемпе Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасене, священниксемпе пророксене, Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур ҫынна ӳсӗртмеллех ӳсӗртӗп те</verse>
				<verse number="14">вӗсене, ашшӗсене те, ывӑлӗсене те — пурне те пӗрле — пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнтарса вӗлерсе пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каҫармӑп, ҫырлахмӑп, пӗтернӗ чухне хӗрхенсе тӑмӑп.</verse>
				<verse number="15">Итлӗр те тӑна илӗр: мӑнкӑмӑллӑ ан пулӑр — Ҫӳлхуҫа ҫапла калать.</verse>
				<verse number="16">Вӑл халлӗхе сӗмлӗх яман чухне, урӑрсем тӗттӗмлӗх тӑвӗсем ҫинче такӑнман чухне Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, мухтӑр: эсир ҫутӑ килессе кӗтетӗр, анчах Вӑл ҫутта вилӗм ӗмӗлки, сӗм сӗмлӗх туса хурӗ.</verse>
				<verse number="17">Эсир ҫакна итлемесессӗн, манӑн чунӑм вӑрттӑн йӗрӗ, сирӗн мӑнаҫлӑхӑршӑн ӗсӗклесе макӑрӗ, вӗри куҫҫульпе йӗрӗ, куҫӑмран вӗҫсӗр куҫҫуль юхӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа кӗтӗвӗ тыткӑна лекрӗ.</verse>
				<verse number="18">Патшапа патша амӑшне кала: йӑвашланӑр, аяла анса ларӑр — ӗнтӗ пуҫӑр ҫинчен чап кӑшӑлӗ ӳкрӗ.</verse>
				<verse number="19">Кӑнтӑрти хуласене питӗрсе илнӗ, вӗсене уҫакан ҫук; Иуда пӗтӗмпех тыткӑна каять, йӑлтах тыткӑна каять.</verse>
				<verse number="20">Иерусалим, куҫна ҫӗклесе пӑх-ха, кур-ха: ҫурҫӗртен килеҫҫӗ! Ӑҫта-ха сана панӑ кӗтӳ, ытарайми кӗтӗвӳ?</verse>
				<verse number="21">Эсӗ хӑвах вӗсене хӑвӑн пуҫлӑхусем пулма вӗрентрӗн, ҫавсем ҫитсессӗн мӗн калӑн? Ҫуратакан арӑмӑн асапӗ ҫитмӗ-и сана ун чухне?</verse>
				<verse number="22">Эхер те хӑвӑн ӑшӑнта: «мана ку мӗне пула ҫитсе ҫапрӗ-ха?» теетӗн пулсассӑн, пӗл: темӗн чухлӗ йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн санӑн кӗпӳ аркине уҫнӑ, сана мӑшкӑлланӑ.</verse>
				<verse number="23">Эфиоп ҫынни хӑйӗн ӳтне, барс хӑйӗн пӑнчисене улӑштарма пултарать-и? эсир те, усал ӗҫ тума вӗреннӗскерсем, ырӑ ӗҫ тума пултарайӑр-и?</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа вӗсене пушхир ҫилӗпе ҫӗкленнӗ хывӑх пек вӗҫтерсе салатӑп.</verse>
				<verse number="25">Акӑ санӑн шӑпу, Эпӗ уйӑрса панӑ паю, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Мана мантӑн, ултава шантӑн, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="26">Ҫакӑншӑн кӗпӳ аркине питӳ ҫинех ҫӗклӗп, ан тив, намӑс вырӑну уҫӑлтӑр.</verse>
				<verse number="27">Эсӗ епле асӑхнине, ӳтӳ чарусӑррипе кӗҫеннине, хирти сӑртсем ҫинче тунӑ йӗрӗнчӗк те ирсӗр ӗҫӳсене куратӑп. Иерусалим, сана хуйхӑ ҫитӗ! таса мар эсӗ, хӑҫанччен ҫапла пулӑн-ши?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Иеремийӑна ҫумӑрсӑр ҫанталӑк ҫинчен каланӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Йӗрет Иудея, хапхисем хӑлтӑрканӑ, тӳннӗ, хуп-хура выртаҫҫӗ, Иерусалимра кӑшкӑрса йӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Улпутсем хӑйсен тарҫисене шыв ӑсма яраҫҫӗ; лешӗсем пусӑ патне пыраҫҫӗ те — шыв тупаймаҫҫӗ; пушӑ кӑкшӑмӗпех таврӑнаҫҫӗ; намӑсланса, аптӑраса вӗсем пуҫне хуплаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӗр ҫине ҫумӑр ӳкменнипе тӑпра ҫуркаланса пӗтнӗрен ҫӗр ӗҫлекенсем те аптӑранипе пуҫне хуплаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Айпӑлан та хирте пӑруласа пӑрушӗсене пӑрахса каять, мӗншӗн тесессӗн курӑк ҫук.</verse>
				<verse number="6">Хир ашакӗсем те сӑртлӑ вырӑнсенче тӑраҫҫӗ, шакал пек хӑйӑлтатаҫҫӗ; куҫӗсем тӗксӗмленсе ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн курӑк ҫук.</verse>
				<verse number="7">Йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем хамӑра хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана темиҫе хутчен пӑрахрӑмӑр пулин те, Санӑн умӑнта ҫылӑхӑма кӗтӗмӗр пулин те, пире Хӑвӑн ятушӑн пулӑшсамччӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй Израиль шанчӑкӗ, хуйхӑ-суйхӑ вӑхӑтӗнче ӑна Ҫӑлаканӗ! Мӗншӗн-ха ҫак ҫӗр ҫинче Эсӗ ютран килнӗ ҫын пек, ҫӗр каҫма кӗнӗ иртен-ҫӳрен пек?</verse>
				<verse number="9">Мӗншӗн-ха Эсӗ аптӑраса ӳкнӗ ҫын пек, ҫӑлма пултарайман ҫар ҫынни пек? Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пирӗн хушшӑмӑрта-ҫке, эпир Санӑн ятупа хисепленетпӗр; ан пӑрахсамччӗ пире.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх ҫинчен ҫапла калать: вӗсем ҫӗтсе-аташса ҫӳреме юратрӗҫ, хӑйсен урине хӗрхенмерӗҫ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫавӑншӑн кӑмӑлламасть, йӗркесӗр ӗҫӗсене астутарать те ҫылӑхӗсемшӗн хаса парать.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: ҫак халӑхшӑн ырӑлӑх ыйтса ан кӗлту.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем типӗ тытсассӑн та, Эпӗ вӗсем кӑшкӑрса йӗнине илтмӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнине те, ытти парнине те хапӑл тумӑп; вӗсене хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе пӗтерсе тӑкӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! акӑ пророксем вӗсене: «хӗҫ курмӑр, выҫлӑх та пулмӗ сирӗн, ҫак вырӑнта сире яланлӑхах тӑнӑҫлӑх парӑп» тееҫҫӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: пророксем малашнехи ҫинчен Ман ятӑмпа суйса калаҫҫӗ; Эпӗ вара вӗсене яман та, хушман та, каламан та; вӗсем сире суя курӑннине, юмланине, ниме тӑманнине, хӑйсем шухӑшласа кӑларнине каласа ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑнпа пророксем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем Ман ятӑмпа вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, Эпӗ вара вӗсене яман; вӗсем: «ҫак ҫӗр ҫинче хӗҫпе выҫлӑх пулмӗ» теҫҫӗ; ҫав пророксем хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ;</verse>
				<verse number="16">вӗсем вӗрентнӗ ҫынсем хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ, Иерусалим урамӗсенче сапаланса выртӗҫ, вӗсене, вӗсенӗн арӑмӗсене, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсене пытаракан та пулмӗ; Эпӗ вӗсем ҫине хӑйсен усаллӑхне ярӑп.</verse>
				<verse number="17">Ҫак сӑмаха кала вӗсене: куҫӑмран ирӗн-каҫӑн пӗр чарӑнмасӑр куҫҫулӗ юхтӑр: ӗнтӗ ман халӑхӑмӑн хӗрӗ хӑрушла суранланнипе, сусӑрланнипе асапланать.</verse>
				<verse number="18">Хире тухатӑп та — акӑ хӗҫ айне пулса вилнисем; хулана кӗретӗп те — акӑ выҫӑпа хавшаса ҫитнисем; пророкпа священник та пӗр тӗлсӗр ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Иудӑна пӑрахмаллипех пӑрахнӑ-им Эсӗ? Сион Сана йӗрӗнтерсех ҫитернӗ-им? Мӗншӗн пире сывалайми хӗне ӳкертӗн? Тӑнӑҫлӑх кӗтрӗмӗр — ним ырри те ҫук; сываласса шантӑмӑр — сехмет ҫитрӗ!</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑрӑн тӳрӗ мар ӗҫӗмӗрсене, аттемӗрсен йӗркесӗрлӗхне пӗлетпӗр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр.</verse>
				<verse number="21">Ҫавах Хӑвӑн ятушӑн ан пӑрахсамччӗ пире; Хӑвӑн мухтавун аслӑ пуканне мӑшкӑла ан хӑварсамччӗ; пирӗнпе хывнӑ халална асна илсемччӗ, ан пӑрахӑҫласамччӗ ӑна.</verse>
				<verse number="22">Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем хушшинче ҫумӑр пултараканни пур-и? е пӗлӗт хӑй тӗллӗнех ҫумӑр пама пултарать-и? Ара, пирӗн Турӑ Эсӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, мар-и? Эпир Сана шанатпӑр: ҫакна пурне те Эсӗ тӑватӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Ман умӑма Моисейпе Самуил тухса тӑрас пулсассӑн та, Эпӗ ҫак халӑха хӗрхенмӗп; хӑваласа яр вӗсене Ман умӑмран — кайччӑрах вӗсем.</verse>
				<verse number="2">Эхер те сана: «ӑҫта каяс-ха пирӗн?» тесессӗн, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: вилмеллисем — вилме, хӗҫ айне пулмаллисем — хӗҫ айне, выҫлӑхпа пӗтмеллисем — выҫлӑха, тыткӑна лекмеллисем тыткӑна кайччӑр.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем ҫине тӑватӑ сехмет ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗлермешкӗн — хӗҫ, туртса ҫурмашкӑн — йытӑ, хӗн кӑтартмашкӑн тата пӗтермешкӗн вӗҫен кайӑкпа хирти тискер кайӑк ярӑп.</verse>
				<verse number="4">Манассия, — Езекия ывӑлӗ, Иудея патши, — Иерусалимра тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхшӑн та хӑрушӑ тӗслӗх пулмалла тӑвӑп.</verse>
				<verse number="5">Кам хӗрхенӗ-ха сана, Иерусалим? кам шеллӗ сана? эсӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлмешкӗн кам кӗрӗ сан патна?</verse>
				<verse number="6">Эсӗ Мана пӑрахрӑн, каялла чакрӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫавӑнпа Эпӗ аллӑма сан ҫине тӑсӑп та сана пӗтерсе тӑкӑп: Эпӗ сана хӗрхенсе ывӑнса ҫитрӗм.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи пур хапха патӗнче сенӗкпе сапаласа пӑрахрӑм; вӗсене ачисемсӗр хӑвартӑм, Ман ирӗкӗмпе халӑхӑм пӗтет, вӗсем пӗрех хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗҫ!</verse>
				<verse number="8">Ман ирӗкӗмпе вӗсен тӑлӑх арӑмӗсем тинӗсри хӑйӑртан та нумайрах; яш ачасен амӑшӗ ҫине тӑр-кӑнтӑрла ҫаратакана яратӑп — сасартӑках вӑл пӑлханса, сехӗрленсе ӳкӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫичӗ ача ҫуратнӑ арӑм халтан кайса ҫитнӗ, ӗнтӗ аран-аран сывлать; унӑн хӗвелӗ кӑнтӑрлах анса ларнӑ: ӑна намӑса хӑварнӑ, пусмӑрланӑ. Вӗсен йӑлкӑмне те тӑшманӗсен куҫӗ умӗнче хӗҫпе вӗлерттерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">«Хуйхӑ ҫитрӗ мана, аннеҫӗм, эсӗ мана пӗтӗм ҫӗршывпа тавлашса та харкашса пурӑнакан ҫын пулма ҫуратса янӑ! эпӗ никама та усламла укҫа паман, мана та никам та усламла укҫа паман, анчах пурте мана ылханаҫҫӗ».</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа каларӗ: Эпӗ сана ырӑ ӗҫ тума тӗреклентермерӗм-и, йывӑр вӑхӑтра, инкек-синкеклӗ вӑхӑтра сана тӑшманусенчен хӳтӗлемерӗм-и?</verse>
				<verse number="12">Тимӗр ҫурҫӗрти тимӗрпе пӑхӑра ҫапса ҫӗмӗрме пултараять-и?</verse>
				<verse number="13">Пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫылӑхусемшӗн Эпӗ пурлӑхна, мулна тӳлевсӗр-мӗнсӗр ҫараттарӑп;</verse>
				<verse number="14">тӑшманусемпе пӗрле ху пӗлмен ҫӗршыва ярӑп: Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ — вӑл сирӗн ҫинче ҫунса тӑрӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="15">Эй Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ пурне те пӗлетӗн; мана асна илсем, мана килсе пӑхсам, мана хӗсӗрлекенсене маншӑн тавӑрсам; Ху вӑрах тӳсӗмлӗ пулнӑран ан пӗтерсем мана; эпӗ Саншӑн мӑшкӑл тӳснине Эсӗ пӗлетӗн.</verse>
				<verse number="16">Санӑн сӑмаху ҫитсех тӑчӗ, вӑл маншӑн апат вырӑнне пулчӗ; Санӑн сӑмаху манӑн чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх кӳчӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм, Саваоф Туррӑм, эпӗ Санӑн ятупа хисепленетӗп.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ кулакансен-тӑрӑхлакансен пухӑвӗнче лармастӑп, вӑйӑ-кулӑпа йӑпанмастӑп — хама пусса тӑракан аллу айӗнче пӗр-пӗччен ларатӑп: Эсӗ манӑн ӑшӑма тарӑху тултартӑн.</verse>
				<verse number="18">Мӗншӗн-ха манӑн чирӗм ҫапла вӑраха кайрӗ, мӗншӗн-ха суранӑм сывалмасть — ӑна сиплев те сиплеймест? Эсӗ маншӑн ултавлӑ ҫӑлкуҫ пек, шанчӑксӑр шыв пек пулӑн-и вара?</verse>
				<verse number="19">Ҫакна хирӗҫ Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Ман енне ҫаврӑнас пулсассӑн, Эпӗ сана ҫӗклӗп, эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче тӑрӑн; пахине-хаклине ӑҫтиҫук хушшинчен уйӑрса илейсессӗн, Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм пекех пулӑн. Ҫынсем хӑйсем сан енне ҫаврӑнӗҫ, анчах эсӗ вӗсен енне ан ҫаврӑн!</verse>
				<verse number="20">Ҫак халӑха хирӗҫ сана ҫирӗп пӑхӑр хӳме пек тӑратӑп; вӗсем сана хирӗҫ кӗрешӗҫ, анчах сана ҫӗнтереймӗҫ: сана ҫӑлма та хӑтарма Эпӗ санпа пӗрле пулӑп.</verse>
				<verse number="21">Сана усал ҫынсенчен ҫӑлӑп, хӗсӗрлекенсенчен хӑтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">арӑм ан ил, ҫак вырӑнта санӑн ывӑл та, хӗр те ан пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Мӗншӗн тесессӗн ҫак вырӑнта ҫуралакан ывӑлсемпе хӗрсем ҫинчен, вӗсене ҫуратакан амӑшӗсем ҫинчен, вӗсене ҫак ҫӗр ҫинче ӗрчетекен ашшӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать:</verse>
				<verse number="4">вӗсем йывӑр вилӗмпе вилсе пӗтӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене пытармӗҫ; вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ; хӗҫпе те выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксен тата ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вилнисене асӑнакан ҫурта ан кӗр, вӗсемпе пӗрле ан хӳхле, вӗсене хӗрхенсе ан хурлан, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫак халӑхран Хам паракан канӑҫлӑха, ырӑлӑха, хӗрхенӗве туртса илтӗм, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="6">Ҫак ҫӗр ҫинче асли те, кӗҫӗнни те вилсе пӗтӗ; вӗсене пытармӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, хӑйсен ӳтне каскаламӗҫ, вӗсемшӗн ҫӳҫне кастармӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Вилнӗ ҫыннишӗн хуйхӑрнӑ чухне лӑпланмалӑх вӗсене ҫӑкӑр та хуҫса ан паччӑр; вӗсене ашшӗне е амӑшне асӑнса ӗҫмешкӗн йӑпанӑҫ курки те ан сӗнччӗр.</verse>
				<verse number="8">Вӗсемпе пӗрле ларса ӗҫсе ҫиме ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне те ан ҫӳре,</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак вырӑнта, сирӗн куҫӑр умӗнче, эсир пурӑнакан вӑхӑтра савӑнӑҫ сассине те, хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассине те, кин сассине те чарса лартӑп.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ ҫак мӗнпур сӑмаха хӑвӑн халӑхна каласа парсассӑн, вӗсем санран: «ҫак пысӑк инкеке Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине мӗншӗн ячӗ-ши, ара, эпир мӗнле усал ӗҫ тунӑ-ши? Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче мӗнле ҫылӑх тунӑ-ши?» тесе ыйтсассӑн,</verse>
				<verse number="11">вӗсене ҫапла кала: сирӗн аҫӑрсем Мана пӑрахнӑшӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн, Манӑн саккуна уяса тӑманшӑн, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Эсир вара хӑвӑр аҫӑрсенчен те начартарах тӑватӑр, Мана итлемесӗр кашнийӗ хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе пурӑнать.</verse>
				<verse number="13">Ҫакӑншӑн сире ҫак ҫӗр ҫинчен хӑвӑр та, хӑвӑр аҫӑрсем те пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа ярӑп, унта эсир кунӗн-ҫӗрӗн урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнӑр: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗрхенмӗп.</verse>
				<verse number="14">Анчах та тупа тунӑ чухне: «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» теме чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа;</verse>
				<verse number="15">ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль ывӑлӗсене Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене вӗсенӗн ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп.</verse>
				<verse number="16">Акӑ Эпӗ нумай-нумай пулӑҫӑ ярӑп та, вӗсене тытма пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, кайран нумай-нумай сунарҫӑ ярӑп та, ҫавсем вӗсене кашни ту ҫинчен, кашни сӑрт ҫинчен, ту хушӑкӗсенчен хӑваласа кӑларӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Манӑн куҫӑм вӗсен мӗнпур ҫулне курса тӑрать; вӗсем Ман умӑмран тараймаҫҫӗ, вӗсен ултавӗ Ман куҫӑмран пытанса юлаймасть.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемпе ҫылӑхӗсемшӗн икӗ хут ытла тавӑрӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн ҫӗрӗме ирсӗрлетрӗҫ, ӑна хӑйсен вилӗ йӗрӗнчӗкӗсемпе тата хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе тултарса лартрӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн вӑй-хӑватӑм, манӑн тӗрекӗм, хурлӑ кунсенче тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗм! Сан патна тӗнче хӗрринчен халӑхсем килӗҫ те ҫапла калӗҫ: «пирӗн аттесен еткерлӗхӗ — ултав ҫеҫ, пуш япала ҫеҫ, унӑн ним усси те ҫук».</verse>
				<verse number="20">Этем хӑйне валли турӑ тума пултарать-и вара? Ун пек турӑ — Турӑ мар!</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑнпа халӗ ӗнтӗ Эпӗ вӗсене Хамӑн вӑй-хӑватӑма кӑтартӑп, вӗсем вара ҫакна пӗлсе ҫитӗҫ: Манӑн ятӑм — Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Иуда ҫылӑхне тимӗр каскӑчпа, вутчуль ҫивӗчӗшӗпе вӗсен чӗри ҫине тата вӗсен чӳк парни вырӑнӗсен мӑйракисем ҫине ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсен ывӑлӗсем хӑйсен чӳк парни вырӑнӗсене тата ешӗл йывӑҫсем айӗнчи, ҫӳллӗ сӑртсем ҫинчи, хирти тусем ҫинчи йӗрӗхӗсене асрах тытаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑн йӗрӗхӳсемшӗн, пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫылӑхусемшӗн Эпӗ пурлӑхна, пӗтӗм мулна ҫаратса пӗтерме парӑп.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ сана еткерлӗхе панине эсӗ хӑвна пула ҫухатӑн, сана хӑв пӗлмен ҫӗршыва ярӑп, тӑшманусен чури тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсир Ман ҫиллӗмӗн ҫулӑмне чӗртсе ятӑр; ҫав вут-ҫулӑм ӗмӗр-ӗмӗрех ҫунса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: этеме шанакан, ӳте хӑйӗн тӗрекӗ тӑвакан, хӑйӗн чӗрине Ҫӳлхуҫаран уйӑракан этем ылханлӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл пушхирти йӗплӗ тӗмӗ пек пулӗ, вӑл ыррине кураймӗ, чуллӑ пушхире, ҫын пурӑнман тӑварак ҫӗр ҫине вырӑнаҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫана ӗненекен, Ҫӳлхуҫана шанакан ҫын пиллӗхлӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл шыв хӗррине лартнӑ, тымарне юхӑм еннелле янӑ йывӑҫ пек пулӗ; вӑл шӑрӑхран хӑрамасть, ҫӑра ҫулҫӑллӑ вӑл, типӗ ҫул килесрен те шикленмест, ҫимӗҫ пама та пӑрахмасть.</verse>
				<verse number="9">Этем чӗри пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл; кам пӗлсе пӗтерӗ ӑна?</verse>
				<verse number="10">Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, пурне те хӑйӗн ҫул-йӗрне кура, ӗҫӗсен ҫимӗҫне кура тавӑрса памашкӑн этем чӗрине тӗрӗслетӗп, унӑн чунне сӑнатӑп.</verse>
				<verse number="11">Хир чӑххи хӑй туман ҫӑмартасем ҫине ларать; пуянлӑхне ултавпа туянакан та ҫавнашкал: вӑл кунҫулӗн ҫурринче пуянлӑхне ҫухатӗ, юлашки кунӗсенче ухмаха тӑрса юлӗ.</verse>
				<verse number="12">Пуҫламӑшӗнчех ҫӳле ҫӗкленнӗ патша пуканӗ — эпир тасалмалли вырӑн.</verse>
				<verse number="13">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — Израиль шанчӑкӗ; Сана пӑрахнӑ ҫынсем пурте намӑса юлӗҫ. «Мана пӑрахса каякансем тусан ҫинче ҫырӑнса юлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, чӗрӗлӗх Ҫӑлкуҫне, пӑрахрӗҫ».</verse>
				<verse number="14">Эй Ҫӳлхуҫа, сыватсам мана — эпӗ сывалӑп; ҫӑлсам мана — эпӗ ҫӑлӑнӑп; эпӗ Сана мухтатӑп!</verse>
				<verse number="15">Акӑ вӗсем мана: «ӑҫта-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ? ӗнтӗ пурӑнӑҫлантӑр вӑл!» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ Санӑн кӗтӳҫӳ пулма васкамарӑм, хӗн-хур кунӗ сунмарӑм — Эсӗ ҫавна пӗлсе тӑратӑн; чӗлхем калакан сӑмах — яланах Санӑн умӑнта.</verse>
				<verse number="17">Маншӑн хӑрушӑ ан пул, Эсӗ — хӗн-асап кунӗнче тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗм.</verse>
				<verse number="18">Мана хӗсӗрлекенсем намӑсланччӑр, эпӗ вара намӑс курам мар; вӗсем чӗтресе тӑччӑр, эпӗ чӗтрем мар; вӗсем ҫине инкек кунӗ яр та вӗсене пӗтермеллипех пӗтер.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: тӗп хапха патне кай — вӑл хапхаран Иудея патшисем кӗрсе-тухса ҫӳреҫҫӗ, Иерусалимӑн пур хапхи патне те кай,</verse>
				<verse number="20">вӗсене ҫапла кала: Иудея патшисем, мӗнпур Иудея, Иерусалимра пурӑнакансем, ҫак хапха витӗр кӗрсе-тухса ҫӳрекенсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗ юлас тесессӗн, шӑматкун ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, Иерусалим хапхисем витӗр йӑтса ан кӗрӗр,</verse>
				<verse number="22">шӑматкун хӑвӑр ҫуртӑртан ҫӗклем йӑтса ан тухӑр, шӑматкун нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, шӑматкуна Эпӗ сирӗн аҫӑрсене хушнӑ пек тасалӑх тивлечӗ кӳрсе тӑрӑр,</verse>
				<verse number="23">анчах аҫӑрсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ, чурӑс пулчӗҫ. Вӗсем итлемерӗҫ, ӳкӗтленине йышӑнмарӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Эхер те эсир Эпӗ сире шӑматкун ҫак хула хапхисем витӗр ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, шӑматкуна уяса нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр тенине итлесессӗн, тет Ҫӳлхуҫа,</verse>
				<verse number="25">ҫак хула хапхисем витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасем тата улпутсем тухса ҫӳрӗҫ; патшасемпе вӗсен улпучӗсем ҫар урапи ҫине ларса е ут утланса тухса ҫӳрӗҫ, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем те тухса ҫӳрӗҫ, ҫак хула вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.</verse>
				<verse number="26">Кунта вара Иудея хулисенчен те, Иерусалим таврашӗнчен те, Вениамин ҫӗрӗнчен те, тӳрем вырӑнсенчен те, тусем ҫинчен те, кӑнтӑртан та килсе ҫӳрӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе ытти парнесем, тырӑ-пулӑ парни, ливан тата тав парни илсе килӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Эхер те эсир Эпӗ сире «шӑматкуна уяса тӑрӑр, шӑматкун Иерусалим хапхисем витӗр кӗрсе ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр» тенине итлемесессӗн, унӑн хапхисенче вут-ҫулӑм чӗртсе ярӑп та, вӑл Иерусалим керменӗсене ҫунтарса ярӗ, пӗр сӳнмесӗр ҫунӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="2">эсӗ чӳлмекҫӗ ҫуртне ан, Эпӗ сана унта Хамӑн сӑмахӑмсене каласа пӗлтерӗп.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ чӳлмекҫӗ патне антӑм, вӑл ҫавӑрмипе ӗҫлетчӗ.</verse>
				<verse number="4">Чӳлмекҫӗ тӑвакан тӑм сӑват ун аллинчех саланса кайрӗ; вӑл вара унран урӑх савӑт — хӑй тӑвас тенӗскерне — турӗ.</verse>
				<verse number="5">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="6">Эпӗ те сире, Израиль килӗ, ҫак чӳлмекҫӗ тунӑ пекех тӑваймастӑп-и? тет Ҫӳлхуҫа. Израиль килӗ, эсир те Ман аллӑмра — ҫак чӳлмекҫӗ аллинчи тӑм пекех.</verse>
				<verse number="7">Хӑш чухне Эпӗ мӗнле те пулин халӑх е патшалӑх ҫинчен «кӑклатӑп, хӗн кӑтартатӑп, пӗтеретӗп ӑна» тетӗп,</verse>
				<verse number="8">анчах ҫакна илтнӗ халӑх хӑйӗн усал ӗҫӗсенчен хӑпсассӑн, Эпӗ шухӑшӑма улӑштаратӑп: ӑна усал тӑвас тенине пӑрахӑҫлатӑп.</verse>
				<verse number="9">Хӑш чухне вара мӗнле те пулин халӑх е патшалӑх ҫинчен «ӑна йӗркелесе, тӗреклентерсе ярӑп» тесессӗн,</verse>
				<verse number="10">анчах вӑл Ман умӑмра усал ӗҫ тӑвать пулсассӑн е Ман сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ шухӑшӑма улӑштаратӑп: ӑна ырӑлӑх тӑвас тенине пӑрахӑҫлатӑп.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ Иуда арӗсене, Иерусалим ҫыннисене пӗлтер: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сирӗн валли хӗн-асап хатӗрлетӗп, сире хирӗҫ тӑма шухӑшлатӑп; апла кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр; хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетӗр.</verse>
				<verse number="12">Анчах вӗсем: «мӗнех вара? эпир хамӑр шутланӑ пек пурӑнӑпӑр, кашнийӗ хӑйӗн усал чӗри чурӑслӑхӗ хушнине тӑвӗ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсенчен ыйтӑр-ха, кам та пулин ҫакӑн пеккине илтнӗ-и? Израиль хӗрӗ ытла киревсӗр ӗҫсем туса тултарчӗ.</verse>
				<verse number="14">Ливанри ту хысакӗ ҫинче юр ирӗлет-и, ту ҫинчен юхакан сивӗ шывсем типеҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="15">Ман халӑхӑм вара Мана астумасть; вӗсем ӑҫтиҫуксене тӗтӗреҫҫӗ, хӑйсен ҫулне — авалхи ҫула — ҫухатрӗҫ те халӗ тумхахлӑ ҫул-йӗрпе ҫӳреҫҫӗ,</verse>
				<verse number="16">ӗнтӗ хӑйсен ҫӗрне сехре хӑппи, тӗнче кулли турӗҫ, ҫавӑнтан иртсе ҫӳрекенӗ кирек кам та шалт тӗлӗнсе пуҫне пӑркалӗ.</verse>
				<verse number="17">Тӑшман умӗнче вӗсене тухӑҫ ҫилӗ вӗҫтернӗ пек салатса пӗтерӗп; вӗсенӗн хӗн-асаплӑ кунӗнче вӗсем енне питӗмпе мар, ҫурӑмпа ҫавӑрӑнса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем каларӗҫ: «килӗр, Иеремийӑна хирӗҫ кавар тӑвӑпӑр — священник вӗрентни те, ӑсчах канашӗ те, пророк сӑмахӗ те ҫухалман-ха; килӗр, ӑна чӗлхепе ҫапса хуҫӑпӑр, унӑн пӗр сӑмахне те итлемӗпӗр» терӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫа, тӑнласамччӗ мана, тӑшманӑмсем мӗн каланине илтсемччӗ.</verse>
				<verse number="20">Ырӑ тунӑшӑн усалпа тавӑрмалла-и? вӗсем вара манӑн чунӑм валли шӑтӑк алтаҫҫӗ. Асна илсемччӗ: эпӗ Санӑн умӑнта тӑрса вӗсем валли ырӑлӑх ыйтрӑм, вӗсенчен Санӑн ҫиллӳне сирсе ярасшӑн пултӑм.</verse>
				<verse number="21">Ӗнтӗ вӗсен ывӑлӗсене выҫлӑх аллине пар, вӗсене хӗҫ айне ту; вӗсен арӑмӗсем ачасӑр, тӑлӑх юлччӑр, вӗсен упӑшкисем вилсе пӗтчӗр, яш ачисем вӑрҫӑра хӗҫрен тӗп пулччӑр.</verse>
				<verse number="22">Эсӗ вӗсем ҫине кӗтмен ҫӗртен ҫарсем илсе килнӗ чухне вӗсен ҫурчӗсенчен кӑшкӑрса йӗни илтӗнсе тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана ярса тытасшӑн шӑтӑк алтса хучӗҫ, манӑн ура валли вӑрттӑн таната лартса тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, вӗсенӗн мана вӗлересшӗн тӑвакан кашни каварне пӗлсе тӑратӑн; вӗсенӗн тӳрӗ мар ӗҫӗсене ан каҫар, Хӑвӑн умӑнти ҫылӑхӗсене ан пӑрахӑҫла; вӗсем Сан умӑнта ҫӗре ӳкчӗр — Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ чухне вӗсене ҫапла ту.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: кай та чӳлмекҫӗрен тӑм кӑкшӑм туян; хӑвпа пӗрле халӑх хушшинчен тата священниксем хушшинчен чи аслисене ил,</verse>
				<verse number="2">Чӳлмек хапхи патӗнчи Енном ывӑлӗсен айлӑмне тух та Эпӗ хӑвна каласа тӑракан сӑмахсене пӗлтерсе</verse>
				<verse number="3">кала: Иудея патшисемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр! Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак вырӑна хӗн-хур ярӑп та, ун ҫинчен илтекенӗн хӑлхи янӑраса кайӗ,</verse>
				<verse number="4">Мана пӑрахнӑшӑн, ҫак вырӑна ирсӗрлетнӗшӗн, унта хӑйсем те, вӗсенӗн ашшӗсем те, Иудея патшисем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрнӗшӗн, ҫак вырӑна айӑпсӑррисен юнӗ ӑшне путарнӑшӑн</verse>
				<verse number="5">тата хӑйсен ывӑлӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ваала парне кӳмешкӗн Ваал тӳпемӗсем тунӑшӑн, — ҫакӑн пек тума Эпӗ хушман та, каламан та, ку Манӑн шухӑшӑмра та пулман, —</verse>
				<verse number="6">шӑпах ҫавӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗр малашне Тофет ятлӑ мар, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ ятлӑ мар, Вилӗм айлӑмӗ ятлӑ пулас кунсем ҫитеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫак вырӑнта Иудӑпа Иерусалим тытнӑ шухӑша аркатса тӑкӑп, вӗсене тӑшманӗсем умӗнче хӗҫпе тата вӗсен чунне шыракансенӗн аллипе тӗп тӑвӑп, вӗсен виллисене вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене парӑп.</verse>
				<verse number="8">Ҫак хулана вара сехре хӑппи, тӗнче кулли туса хӑварӑп; ун витӗр иртен-ҫӳрен кирек кам та унӑн суранӗсене курса шалт тӗлӗннипе шӑхӑрса ярӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсене хӑйсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсен ӳтне ҫимелле тӑвӑп; вӗсене тӑшманӗсем тата вӗсен чунне шыракансем хӗстерсе ҫитерсессӗн, хупӑрласа илнӗ вырӑнта кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин ӳтне ҫийӗ.</verse>
				<verse number="10">Санпа пӗрле пынӑ ҫынсен куҫӗ умӗнче кӑкшӑма ҫапса ҫӗмӗр те</verse>
				<verse number="11">кала вӗсене: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ҫак халӑха, ҫак хулана Эпӗ чӳлмекҫӗ савӑчӗ юсамалла мар ҫӗмӗрӗлнӗ пек ҫӗмӗрсе тӑкӑп та, вӗсене, пытарма вырӑн ҫитменрен, Тофетрах пытарӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫак вырӑна та, унта пурӑнакансене те Эпӗ ҫавӑн пек тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак хулана Тофет евӗрлӗ туса хӑварӑп.</verse>
				<verse number="13">Иерусалим ҫурчӗсем те, Иудея патшисен ҫурчӗсем те Тофет вырӑнӗ пекех ирсӗрленӗҫ, мӗншӗн тесессӗн мӗнпур ҫурт тӑрринче ҫӳлти ҫара тӗтӗреҫҫӗ, ют турӑсене эрех кӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Иеремия вара Ҫӳлхуҫа хӑйне пророкла ӗҫсем тума янӑ Тофетран килнӗ те Турӑ Ҫурчӗн картишне пырса тӑрса пӗтӗм халӑха каланӑ:</verse>
				<verse number="15">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак хула ҫине, унӑн пур хули ҫине Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура яратӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чурӑс, вӗсем Манӑн сӑмахӑма итлемеҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Пасхор священник — Еммер ывӑлӗ, Турӑ Ҫуртӗнче пӑхса тӑраканӗ — Иеремия ҫапла пророкла каланине илтнӗ,</verse>
				<verse number="2">Пасхор вара Иеремия пророка хӗнесе пӗтернӗ те унтан ӑна Турӑ Ҫурчӗ ҫывӑхӗнчи Вениаминсен ҫӳлти хапхи умне каска тӑлӑпа тӑлласа лартнӑ.</verse>
				<verse number="3">Тепӗр кунне Пасхор Иеремийӑна каска тӑлӑран хӑтарнӑ. Иеремия каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа сана «Пасхор» тесе мар, «Магор Миссавив» тесе ят пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: кӗҫех Эпӗ сана хӑвна та, санӑн тусусене те сехӗрлентерсе ӳкерӗп, вӗсем санӑн куҫу умӗнчех хӑйсен тӑшманӗсен хӗҫӗнчен вилсе пӗтӗҫ. Мӗнпур Иудӑна Вавилон патшийӗн аллине парӑп: хӑшӗсене вӑл Вавилона хӑваласа кайӗ, хӑшӗсене хӗҫпе тураса тӑкӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫак хулан мӗнпур пуянлӑхне, мӗнпур пурлӑхне, унӑн мӗнпур хаклӑ йышши япалине, Иудея патшисен пӗтӗм мулне — йӑлтах тӑшманӗсен аллине парӑп, вӗсене ҫаратса-тустарса пӗтерӗҫ те Вавилона ӑсатӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Пасхор, эсӗ хӑв та, сан ҫуртунта пурӑнакан пур ҫын та тыткӑна каятӑр; Вавилона ҫитсе ҫавӑнта вилӗн, сана хӑвна та, эсӗ суя пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ тусусене те ҫавӑнтах пытарӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ мана улталарӑн, эпӗ улталантӑм; Эсӗ манран хӑватлӑрах та — ҫӗнтертӗн; кулленех манран ҫын кулать, пӗри те пӗри мана мӑшкӑллать.</verse>
				<verse number="8">Калама пуҫлатӑп ҫеҫ — «ҫаратаҫҫӗ, пусмӑрлаҫҫӗ!» тесе кӑшкӑратӑп. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗшӗн кулленех хама хӑртнине, хамран кулнине тӳсетӗп.</verse>
				<verse number="9">Вара ҫапла шухӑшларӑм: «текех Ун ҫинчен аса илтермӗп, текех Унӑн ячӗпе калаҫмӑп»; анчах чӗремре вут тӗлкӗшет пек, шӑммӑмсем тӑрӑх ҫулӑм чупать пек, чарас тесе тӑрӑшрӑм, халтан кайрӑм — тытса чараймарӑм.</verse>
				<verse number="10">Халӑх хушшинчи сӑмах-юмаха илтрӗм: пур енчен те сехӗрлентереҫҫӗ; «пӗлтерӗр — эпир евитлӗпӗр» теҫҫӗ вӗсем. Манпа килӗштерсе пурӑннисемех эпӗ такӑнасса сыхласа тӑраҫҫӗ: «тен, ҫакланӗ вӑл, вара ӑна ҫӗнтерӗпӗр, ӑна тавӑрӑпӑр» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Анчах манпа пӗрле — паттӑр ҫар ҫынни пек тӑракан Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа мана хӗсӗрлекенсем такӑнӗҫ, мана ҫӗнтереймӗҫ; пысӑк намӑс курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ӑссӑрла хӑтланчӗҫ; вӗсене нихӑҫан та манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑс ҫитӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи! Эсӗ тӳрӗ ҫынна сӑнатӑн, унӑн ӑшчикӗпе чӗрине курса тӑратӑн. Эсӗ вӗсене тавӑрнине курӑпинччӗ: ӗнтӗ хамӑн тавӑҫа Сана шанса патӑм.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр: Вӑл мӗскӗнӗн чунне усал ҫынсен аллинчен хӑтарать.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ ҫуралнӑ кун ылханлӑ пултӑр! аннем ҫуратнӑ кунӑм пиллӗхсӗр юлтӑр!</verse>
				<verse number="15">Аттеме хыпар илсе килнӗ, ӑна: «санӑн ывӑл ҫуралчӗ» тесе тем пекех савӑнтарнӑ ҫын ылханлӑ пултӑр.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа аркатса тӑкнӑ, хӗрхенсе тӑман хуласене мӗн пулнӑ, ҫав ҫынна та ҫавӑн пекех пултӑр; аннене манӑн тупӑкӑм туса, унӑн варне ӗмӗрлӗхе пӗтӗ хӑварса мана варта чухнех вӗлерменшӗн ҫав ҫын ирсерен йӗрсе йӑлӑннине, кӑнтӑрла вара уласа йӗнине илтсе тӑтӑр.</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18">Мӗншӗн вартан тухнӑ-ха эпӗ — ӗҫпе хӗн-асап курма-и, кунӑмсене чыссӑр вӗҫлеме-и?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Седекия патша Молхий ывӑлне Пасхора тата Маасея священникӑн ывӑлне Софонийӑна Иеремия патне ярса, ӑна: «Ҫӳлхуҫана пирӗншӗн тархасла-ха, Вавилон патши Навуходоносор пире хирӗҫ ҫапӑҫать; тен, Ҫӳлхуҫа пӗр-пӗр кӗтретне туса кӑтартӗ те, Навуходоносор пирӗн патӑртан хӑпса кайӗ» тесе калама хушнӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Иеремия вӗсене каланӑ: Седекияна ҫапла калӑр:</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, тейӗр: акӑ Эпӗ сирӗн аллӑрти ҫар хатӗрне, — хӑвӑра хула тулашӗнче хупӑрласа илнӗ Вавилон патшипе халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшакан кӑрала, — каялла ҫавӑрса ярӑп та ҫак хула варринче пӗр ҫӗре пуҫтарӑп;</verse>
				<verse number="5">сире хирӗҫ Хам ҫапӑҫӑп — тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, ҫилленсе, хаярланса, хӑрушла тарӑхса ҫапӑҫӑп;</verse>
				<verse number="6">ҫак хулара пурӑнакансене — ҫыннине те, выльӑх-чӗрлӗхне те — пӗтерсе тӑкӑп; вӗсем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, тет Ҫӳлхуҫа, Иудея патшине Седекияна, унӑн тарҫисене, халӑха, мур чирӗнчен, хӗҫпе выҫлӑхран хӑтӑлса юлнӑ халӑха Вавилон патши Навуходоносор аллине, тӑшманӗсен аллине, вӗсен чунне шыракансен аллине, тытса парӑп; вӑл вӗсене хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе пӗтерсе тӑкӗ, хӗрхенмӗ те, шеллемӗ те, каҫармӗ те.</verse>
				<verse number="8">Халӑха та кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сире пурӑнӑҫ ҫулӗпе вилӗм ҫулӗ сӗнетӗп:</verse>
				<verse number="9">ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ; хуларан тухса халдейсене, хӑвӑра хупӑрласа тӑракансене, парӑннисем вара сывӑ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене:</verse>
				<verse number="10">Эпӗ ҫак хула енне ырӑ тума мар, усал тума ҫаврӑнса тӑтӑм, тет Ҫӳлхуҫа, хула Вавилон патшийӗн аллине лекӗ, лешӗ вара ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="11">Иудея патшийӗн килне те кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те:</verse>
				<verse number="12">Давид килӗ! Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑм пек тапса ан тухтӑр тесессӗн, сирӗн усал ӗҫӗрсемшӗн никам сӳнтерейми хыпса ан ҫунтӑр тесессӗн, ир-ирех сут тӑвӑр та ҫаратнӑ ҫынна хӗсӗрлевҫӗ аллинчен хӑтарӑр.</verse>
				<verse number="13">Айлӑмра пурӑнакан хӗр, тӳремлӗхӗн чул хысакӗ, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Ҫӳлхуҫа, сире — «пире хирӗҫ кам кайӗ, пирӗн ҫуртсене кам кӗрӗ?» текенсене — хирӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ сире хӑвӑр ӗҫӗрсене кура хаса парӑп, тет Ҫӳлхуҫа. Сирӗн вӑрманӑрта вут-ҫулӑм чӗртӗп те — вӑл пӗтӗм тавралӑха хыпса ҫӑтӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Иудея патшийӗн керменне кай та унта ҫак сӑмаха кала:</verse>
				<verse number="2">Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Иудея патши, эсӗ хӑв та, санӑн тарҫусем те, ҫак хапха витӗр кӗрсе ҫӳрекен халӑху та Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр, те.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, ҫаратнӑ ҫынна хӗсӗрлевҫӗ аллинчен хӑтарӑр, ютран килнине, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма ан кӳрентерӗр, ан хӗсӗрлӗр, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн ан тӑкӑр.</verse>
				<verse number="4">Эсир ҫак сӑмаха туса тӑрсассӑн, ҫак кермен хапхи витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан, ҫар урапипе тата ут утланса ҫӳрекен патшасем хӑйсем те, вӗсен тарҫисем те, вӗсен халӑхӗ те кӗрсе ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Эхер те ҫак сӑмаха итлемесессӗн вара, Хампа тупа тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак кермен ишӗлчӗк купи пулӗ.</verse>
				<verse number="6">Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иудея патшийӗн керменӗ ҫинчен ҫапла калать: эсӗ Маншӑн — Галаад пекех, Ливан тӑрри пекех; анчах Эпӗ сана пушхир, хулусене никам пурӑнман вырӑн тӑватӑп,</verse>
				<verse number="7">сана хирӗҫ тӑма пӗтермӗшсем хатӗрлерӗм, кашнийӗ хӑйӗн кӑралӗпе пулӗ, вӗсем санӑн чи лайӑх кедр йывӑҫҫисене касса тухӗҫ те вута пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫак хула витӗр тӗрлӗ халӑх иртсе ҫӳрӗ, ҫыннисем пӗрне-пӗри ҫапла калӗҫ: «Ҫӳлхуҫа ҫак аслӑ хулана мӗншӗн ҫапла туса хӑварнӑ-ши?» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Вара ҫапла хуравлӗҫ: «хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри хывнӑ халала пӑснӑшӑн, урӑх турӑсене пуҫҫапса-пӑхӑнса пурӑннӑшӑн ҫапла тунӑ вӗсене» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Вилнишӗн ан йӗрӗр, ӑна ан хӗрхенӗр; тыткӑна каяканшӑн йӗрӗр, хурланса йӗрӗр: вӑл ӗнтӗ каялла таврӑнаймӗ, тӑван ҫӗршывне кураймӗ.</verse>
				<verse number="11">Иудея патши Иосия ывӑлӗ Саллум ҫинчен — хӑйӗн ашшӗ Иосия хыҫҫӑн патшара ларнӑ, кунтан кайнӑ Саллум ҫинчен — Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӑл ӗнтӗ кунта таврӑнаймӗ,</verse>
				<verse number="12">вӑл хӑйне тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗртех вилӗ, ҫак ҫӗре урӑх кураймӗ, тет.</verse>
				<verse number="13">Хӑйӗн ҫуртне ултавпа, ҫӳлти пӳлӗмӗсене саккуна пӑсса тӑвакана, ҫывӑх ҫыннисене ахаль, пӗр тӳлемесӗр ӗҫлеттерекене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="14">Вӑл ҫапла калать: «хам валли пысӑк ҫурт лартӑп, ҫӳлти пӳлӗмӗсене те анлӑ тӑвӑп» — ӗнтӗ кантӑк касать, кедр йывӑҫҫипе сӑрса тухать те хӗрлӗ сӑрӑпа сӑрлать.</verse>
				<verse number="15">Ара, кедрпа каппайланма патша пуласшӑн-и эсӗ? Санӑн аҫу ҫиетчӗ те, ӗҫетчӗ те, анчах вӑл тӳрӗ сут тӑватчӗ, тӳррине тӑватчӗ, ӑна ҫавӑнпа лайӑхчӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл мӗскӗнсемпе чухӑнсен ӗҫӗсене пӑхса тухатчӗ, ӑна ҫавӑнпа лайӑхчӗ. Мана пӗлни ҫакӑ мар-и-ха? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="17">Анчах санӑн куҫу та, чӗрӳ те тупӑш тӑвасси енне ҫеҫ, айӑпсӑр юн юхтарасси, хӗсӗрлесси те пусмӑрласси енне ҫеҫ сулӑннӑ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Иоаким ҫинчен — Иудея патши, Иосия ывӑлӗ ҫинчен — ҫапла калать: уншӑн: «ах, пиччеҫӗм! ах, аппаҫӑм!» тесе хӳхлемӗҫ. Уншӑн: «ах, хуҫамӑр! ах, унӑн чапӗ!» тесе хӳхлемӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ӑна ашака пытарнӑ пек пытарӗҫ: сӗтӗрсе тухӗҫ те Иерусалим хапхинчен аякка кайса пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Пыр, Ливан ҫинче ӗсӗкле, Васан ҫинче макӑр, Аварим ҫинче кӑшкӑр — ӗнтӗ санӑн тусусене пурне те пӗтерсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ сана ху тӑнӑҫ пурӑннӑ чухне каларӑм, анчах эсӗ: «итлеместӗп» терӗн. Эсӗ хӑвна ҫамрӑклах ҫапла тыткаларӑн, Ман сӑмахӑма итлемерӗн.</verse>
				<verse number="22">Санӑн мӗнпур кӗтӳҫне ҫил вӗҫтерсе кайӗ, тусусем тыткӑна лекӗҫ; ун чухне эсӗ пӗтӗм усал ӗҫӳсемшӗн намӑса юлӑн, мӑшкӑл курӑн.</verse>
				<verse number="23">Ливан ҫинче пурӑнаканскер, кедр ҫинче йӑва ҫавӑраканскер! ҫуратакан арӑм асап курнӑ пек асапа лексессӗн, эсӗ еплерех мӗскӗне тӑрса юлӑн!</verse>
				<verse number="24">Эпӗ пур, терӗ Ҫӳлхуҫа, Иудея патши Иехония — Иоаким ывӑлӗ — Манӑн сылтӑм аллӑмри куҫлӑ ҫӗрӗ пулас пулсассӑн та, Эпӗ сана унтан та кӑларса пӑрахӑп,</verse>
				<verse number="25">сана хӑвӑн чунна шыракансенӗн аллине, ху хӑракан ҫынсенӗн аллине, Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн тата халдейсен аллине парӑп,</verse>
				<verse number="26">сана та, сана ҫуратнӑ аннӳне те хӑвӑр ҫуралман ют ҫӗршыва кӑларса ывӑтӑп, эсир унта вилсе пӗтетӗр;</verse>
				<verse number="27">ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине, пӗтӗм чунӗ-чӗрипе ӑнтӑлакан ҫӗр ҫине, вӗсем каялла таврӑнаймӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла калаҫҫӗ: «ҫак ҫын — Иехония — хисепрен тухнӑ йӗрӗнчӗк ҫын-шим вара? е вӑл никама та кирлӗ мар савӑт-ши? мӗншӗн-ха ӑна, унӑн кил-йышне кӑларса ывӑтнӑ, хӑйсем пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа янӑ?» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Эй ҫӗрӗм, ҫӗрӗм, ҫӗрӗм! итле Ҫӳлхуҫа сӑмахне.</verse>
				<verse number="30">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак ҫын ҫинчен «вӑл ачасӑр ҫын» тесе ҫырса хурӑр, вӑл ӗмӗрӗпех телейсӗр пулӗ: ӗнтӗ унӑн йӑхӗнчен тухнӑ пӗр ҫын та Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче лараймӗ, Иудея патши пулаймӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Манӑн кӗтӳри сурӑхсене пӗтерекен, вӗсене салатса яракан кӗтӳҫӗсене хуйхӑ ҫитӗ! тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑнпа та Манӑн халӑхӑма кӗтекен кӗтӳҫӗсене Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Манӑн сурӑхӑмсене сапаласа пӗтертӗр, вӗсене салатса ятӑр, вӗсене пӑхмарӑр; халӗ усал ӗҫӗрсемшӗн Эпӗ сире хаса паратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="3">Кӗтӗвӗм йӑлкӑмне Хам хӑваласа янӑ мӗнпур ҫӗршывран пуҫтарӑп та хӑйсен картине тавӑрӑп; вӗсем ӗрчесе, хунаса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсене кӗтме кӗтӳҫӗсем лартӑп, вӗсем текех хӑрамӗҫ те, шикленмӗҫ те, ҫухалмӗҫ те, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="5">Акӑ вӑхӑт ҫывӑхарса килет, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Давидӑн сӑваплӑ Хунавне ҫӗклентерӗп те, Вӑл Патша пулӗ, пурне те ӑспа туса пырӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗ сут туса тӑрӗ, тӗрӗссине тӑвӗ.</verse>
				<verse number="6">Ун вӑхӑтӗнче Иуда ҫӑлӑнӗ, Израиль шанчӑклӑ пурӑнӗ; акӑ Ӑна чӗнмелли ят: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!»</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тесе калама чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="8">Ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль килӗн йӑхне Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, ӗнтӗ вӗсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Пророксем ҫинчен. Ӑшӑмра чӗрем ҫурӑлса тухать, пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм чӗтрет; Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн сӑваплӑ сӑмахне пула эпӗ ӳсӗрӗлнӗ ҫын пек, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ ҫын пек пулса тӑтӑм.</verse>
				<verse number="10">Ҫӗр аскӑн ҫынсемпе тулса ларнӑ, ылханлӑ ҫӗр ӗсӗклет; ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхсем типсе ларчӗҫ, вӗсен тӗллевӗ вара — усаллӑх, вӗсен вӑйӗ — тӳрӗ мар ӗҫ,</verse>
				<verse number="11">пророк та, священник та ирсӗрленнӗ; Хамӑн Ҫуртӑмра та Эпӗ вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене тупрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑншӑн вӗсен ҫулӗ тӗттӗмри шуҫлак вырӑн пек пулӗ: вӗсене тӗксе ярӗҫ те — вӗсем унта ӳксе пӗтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Хам пырса пӑхнӑ ҫулхине Эпӗ вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Самари пророкӗсенче те Эпӗ ӑссӑрлӑх куртӑм; вӗсем Ваал ячӗпе пророкла вӗрентсе ҫӳрерӗҫ — Манӑн халӑхӑма, Израиле, илӗртсе улталарӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Анчах Иерусалим пророкӗсенче тата хӑрушӑраххине куратӑп: вӗсем асӑхаҫҫӗ, улталаса пурӑнаҫҫӗ, никам та хӑйӗн ирсӗрлӗхне пӑрахмасть; Ман умӑмра вӗсем пурте — Содом пек, Унта пурӑнакансем — Гоморра пек.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа пророксем ҫинчен ҫапла калать: Эпӗ вӗсене армути ҫитерӗп, ват хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп: ӗнтӗ Иерусалим пророкӗсене пула ҫӗр ирсӗрленчӗ.</verse>
				<verse number="16">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑра пророкла вӗрентсе ҫӳрекен пророксен сӑмахӗсене ан итлӗр: вӗсем сире улталаҫҫӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне мар, чӗри мӗн ӗмӗтленнине каласа ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем Мана тиркекенсене пӗрехмай: «Ҫӳлхуҫа каларӗ: сире тӑнӑҫлӑх пулӗ» теҫҫӗ. Хӑйӗн чӗри чурӑслӑхӗпе пурӑнакан кашни ҫынна вӗсем: «сире инкек тивмӗ» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа канашӗнче кам пулнӑ, кам курнӑ, кам илтнӗ Унӑн сӑмахне? Кам тӑнланӑ та илтнӗ Унӑн сӑмахне?</verse>
				<verse number="19">Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑлӗ хаяррӑн килет, кӑра ҫил-тӑвӑл — вӑл усал ҫынсен пуҫне ҫитсе ҫапӗ.</verse>
				<verse number="20">Хӑй мӗн тӑвас тенине тумасӑр, ҫавна пӗтӗмпе туса ҫитермесӗр Ҫӳлхуҫа ҫилли иртсе каймӗ; ҫитес кунсенче эсир ҫакна лайӑх ӑнланса илетӗр.</verse>
				<verse number="21">Ҫак пророксене Эпӗ яман, вӗсем хӑйсем чупса килчӗҫ; Эпӗ вӗсене каламан, вӗсем хӑйсем пророкла калаҫрӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем, Манӑн канашӑмра тӑнӑ пулсассӑн, Манӑн халӑхӑма Эпӗ каланине пӗлтерсе вӗсене усал ҫулӗсенчен, усал ӗҫӗсенчен пӑрнӑ пулӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ ҫывӑхра ҫеҫ Турӑ-и? тет Ҫӳлхуҫа. Аякра та Турӑ мар-и?</verse>
				<verse number="24">Этем Эпӗ курма пултарайман вӑрттӑн вырӑна пытанаять-и? тет Ҫӳлхуҫа. Эпӗ тӳпене те, ҫӗре те тултарса тӑмастӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ Ман ятӑмпа суя суйса ҫӳрекен пророксем мӗн каланине илтрӗм. Вӗсем: «эпӗ тӗлӗкре куртӑм, эпӗ тӗлӗкре куртӑм» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Суя вӗрентсе, хӑйсен чӗри ултавне пророкла вӗрентсе ҫӳрекен пророксен чӗринче вӑрахчен пулӗ-ши ҫакӑ?</verse>
				<verse number="27">Вӗсен ашшӗсем Ваала пула Ман ятӑма манса кайнӑ пек, хӑйсен тӗлӗкӗсене пӗр-пӗрне каласа парса Хамӑн халӑхӑм Ман ятӑма манса кайтӑр теҫҫӗ-ши вӗсем?</verse>
				<verse number="28">Тӗлӗк курнӑ пророк хӑйӗн тӗлӗкне тӗлӗк пекех каласа патӑр; Ман сӑмахӑма илтекенӗ вара Ман сӑмахӑма тӗрӗс калатӑр. Хывӑхпа таса тырӑ хушшинче пӗр пекки мӗн пултӑр-ха? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="29">Манӑн сӑмахӑм вут-ҫулӑм пек мар-и, тет Ҫӳлхуҫа, чул тӑва ҫапса салатакан ҫапкӑч пек мар-и?</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑнпа Эпӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Ман сӑмахӑмсене пӗр-пӗринчен вӑрлакан пророксене хирӗҫ тӑратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="31">Пушӑ сӑмах ҫаптаракан, ҫавах «Вӑл каларӗ» теекен пророксене хирӗҫ тӑратӑп.</verse>
				<verse number="32">Эпӗ яман, Эпӗ хушман пулин те, хӑйсен суя тӗлӗкӗсене каласа паракан, Манӑн халӑхӑма улталаса-илӗртсе ҫӳрекен, хӑйсен халӑхне нимӗнле усӑ та кӳмен пророксене хирӗҫ тӑратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="33">Ҫак халӑх е пророк, е священник санран: «Ҫӳлхуҫа мӗнле хыпар, мӗнле йывӑрлӑх ячӗ-ха?» тесе ыйтсассӑн, кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: «мӗнле йывӑрлӑх-и? эсир хӑвӑр йывӑрлӑх, Эпӗ сире сирпӗтсе антарӑп».</verse>
				<verse number="34">Эхер те пророк е священник, е халӑх: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тесессӗн, Эпӗ ҫав ҫынна, унӑн килне хӗн кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="35">Пӗр-пӗрне е тӑван тӑвана: «Ҫӳлхуҫа мӗн хуравларӗ?» е «Ҫӳлхуҫа мӗн каларӗ?» тейӗр,</verse>
				<verse number="36">«Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» текен сӑмахсене вара малашне ан калӑр: ҫавнашкал ҫыншӑн хӑйӗн сӑмахӗ йывӑрлӑх пулса тӑрӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир чӗрӗ Турӑ сӑмахне, Саваоф Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне, пӑсатӑр.</verse>
				<verse number="37">Пророка ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа сана мӗн хуравларӗ?» е «Ҫӳлхуҫа мӗн каларӗ?» те.</verse>
				<verse number="38">Эхер те эсир каллех: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тетӗр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ хыпар ярса: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх тесе ан калӑр» тенӗ пулин те, эсир ҫак сӑмаха — «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тенине — калатӑр пулсассӑн,</verse>
				<verse number="39">ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире йӑлтах манса кайӑп та сире пӑрахӑп, сире хӑвӑра тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫак хулана та Хамӑн умӑмран сирӗп,</verse>
				<verse number="40">сире ӗмӗрлӗх мӑшкӑлпа, нихӑҫан манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑспа витӗп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ:</verse>
				<verse number="2">пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа мана: Иеремия, мӗн куратӑн эсӗ? терӗ. Эпӗ каларӑм: ҫырла, лайӑххи — питӗ лайӑх, япӑххи — питӗ япӑх, вӑл ҫиме юрӑхсӑр, мӗншӗн тесессӗн ытла та лайӑх мар, терӗм.</verse>
				<verse number="4">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудейӑран куҫса кайнисем, ҫак вырӑнтан Халдея ҫӗрне Эпӗ Хам куҫарнӑ ҫынсем, Маншӑн ҫак лайӑх ҫырла пек лайӑх пулӗҫ;</verse>
				<verse number="6">вӗсене ырӑлӑх парса, Эпӗ вӗсен енне ҫаврӑнса пӑхӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене тӗреклӗлетӗп — пӗтермӗп, вырӑнаҫтарса лартӑп — кӑкламӑп;</verse>
				<verse number="7">Эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫана пӗлме пултаракан чӗре парӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп: ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм чӗрипе Ман енне ҫаврӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫиме те юрӑхсӑр япӑх смоква ҫырли пирки вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудея патшине Седекияна, унӑн улпучӗсене, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм ҫынна, — ҫак ҫӗр ҫинче юлнисене, — тата Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене Эпӗ ҫавӑн пекех тӑвӑп;</verse>
				<verse number="9">вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхра та хаярлӑхпа усал терт тӳсмелле тӑвӑп, вӗсене Хам хӑваласа янӑ пур вырӑнта та мӑшкӑл курмалла, хӑйсенчен кулнине-тӑрӑхланине илтмелле, хӑйсене ылханнине илтмелле тӑвӑп.</verse>
				<verse number="10">Вӗсене хӑйсене тата вӗсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкичченех Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярса тӑрӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иеремийӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ ҫинчен каланӑ сӑмах ҫакӑ.</verse>
				<verse number="2">Иеремия пророк ҫав сӑмаха мӗнпур Иудея халӑхне тата мӗнпур Иерусалим ҫыннисене пӗлтерсе ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="3">акӑ ӗнтӗ ҫирӗм виҫӗ ҫул, — Иудея патши Иосия, Амон ывӑлӗ, вунвиҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех, — мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ, эпӗ ӑна сире вӗҫӗмсӗр каласа тӑтӑм, анчах эсир итлемерӗр.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа сирӗн патӑра Хӑйӗн тарҫисене, пророкӗсене, ярса тӑчӗ, ҫине-ҫинех ячӗ, анчах эсир итлемерӗр, итлес тесе хӑлхӑра та таймарӑр.</verse>
				<verse number="5">Сире ҫапла каланӑ: «хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсенчен, усал ӗҫӗрсенчен хӑпӑр та Ҫӳлхуҫа сире тата сирӗн аҫӑрсене ӗмӗр-ӗмӗре панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑр;</verse>
				<verse number="6">урӑх турӑсем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсене пӑхӑнса, пуҫҫапса ан пурӑнӑр, хӑвӑрӑн аллӑр ӗҫӗсемпе Мана ан ҫиллентерӗр, вара сире усал тумӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Анчах эсир Мана итлемерӗр, тет Ҫӳлхуҫа, хӑвӑра усал туса Мана хӑвӑрӑн аллӑр ӗҫӗсемпе ҫиллентертӗр.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑмсене итлеменшӗн</verse>
				<verse number="9">Эпӗ ҫурҫӗрти йӑхсене пурне те чӗнсе пуҫтарӑп та, тет Ҫӳлхуҫа, Хамӑн чурама Навуходоносора, Вавилон патшине, чӗнсе илӗп те, вӗсене ҫак ҫӗре хирӗҫ, унта пурӑнакансене хирӗҫ, таврари пур халӑха хирӗҫ ертсе кайӑп; вӗсене тӗппипе аркатса тӑкӑп, вӗсенчен сехре хӑппи, тӗнче кулли тӑвӑп, ҫӗрне ӗмӗрлӗхех юхӑнтарса хӑварӑп.</verse>
				<verse number="10">Вӗсенӗн савӑнӑҫ сассипе хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассипе кин сассине те, арман чулӗсен сассипе ҫутаткӑҫ ҫутине те чарса лартӑп.</verse>
				<verse number="11">Ҫак пӗтӗм ҫӗр пушхир те сехре хӑппи пулса юлӗ; ҫак халӑхсем Вавилон патшине ҫитмӗл ҫул пӑхӑнса тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Кайран ҫапла пулӗ: ҫитмӗл ҫул тулсассӑн, Вавилон патшипе унӑн халӑхне усал ӗҫӗсемшӗн хӗн кӑтартӑп, халдейсен ҫӗрне ӗмӗрлӗх пушхир туса хӑварӑп.</verse>
				<verse number="13">Ҫав ҫӗр ҫинчен каланӑ пӗтӗм сӑмахӑма, ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине, Иеремия халӑхсем ҫинчен пророкла каланине, Эпӗ пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтерӗп.</verse>
				<verse number="14">Вӗсене нумай йышлӑ халӑхсемпе аслӑ патшасем чура туса хурӗҫ; Эпӗ вӗсене хӑйсен хӑтланӑшне кура, хӑйсен ӗҫӗсене кура тавӑрӑп.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, мана ҫапла каларӗ: Манӑн аллӑмран хаярлӑх эрехӗ тултарнӑ ҫак куркана ил-ха: Эпӗ сана халӑхсем патне яратӑп, эсӗ вӗсене пурне те ҫак куркаран ӗҫтерсе тух.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем ӗҫсе ярӗҫ, тайкаланма пуҫлӗҫ, хӑйсем ҫине янӑ Манӑн хӗҫӗме курсассӑн ухмаха тухӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм:</verse>
				<verse number="18">Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те;</verse>
				<verse number="19">фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне,</verse>
				<verse number="20">вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне,</verse>
				<verse number="21">Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене,</verse>
				<verse number="22">Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене,</verse>
				<verse number="23">Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те,</verse>
				<verse number="24">Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене,</verse>
				<verse number="25">Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине,</verse>
				<verse number="26">ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм. Вавилон патши вара юлашкинчен ӗҫӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ӗҫӗр те ӳсӗрӗлӗр, хӑсса кӑларӑр та кайса ӳкӗр, хӑвӑр ҫине янӑ Манӑн хӗҫӗме курсассӑн ура ҫине ан тӑрайӑр.</verse>
				<verse number="28">Эхер те вӗсем сан аллунтан ӗҫме панӑ куркана илесшӗн мар пулсассӑн, вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ӗҫетӗрех!</verse>
				<verse number="29">Хамӑн ятӑмпа хисепленекен ҫак хула ҫине Эпӗ хӗн-хур яратӑп пулсассӑн, эсир хаса курмасӑр юлайӑр-и вара? Ҫук, хаса курмасӑр юлаймӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур ҫын ҫине хӗҫ яратӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑнпа вӗсене ҫак пӗтӗм сӑмаха каласа пар: Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен кӗмсӗртеттерсе ярӗ те Хӑйӗн сӑваплӑ ҫуртӗнчен сасӑ парӗ; Хӑй кӗтӳлӗхӗ тӗлӗнче хӑрушшӑн кӗмсӗртеттерӗ; Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур ҫын ҫине юхтаркӑчра иҫӗм таптакан евӗрлӗ кӑшкӑрса ярӗ.</verse>
				<verse number="31">Шавӗ тӗнче хӗрринех ҫитӗ: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа халӑхсемпе тупӑшать: Вӑл кашни чӗрӗ чунпах сутлашӗ, усал ҫынсене хӗҫпе пӗтерӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="32">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ халӑхран халӑх патне инкек пырать, тӗнче хӗрринчен ҫавраҫил ҫӗкленет.</verse>
				<verse number="33">Ҫав кун Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнисем ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех пулӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене тирпейлесе пытармӗҫ, вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ.</verse>
				<verse number="34">Кӑшкӑрса макӑрӑр, йынӑшӑр, кӗтӳҫӗсем, тусан ҫинче йӑваланӑр, кӗтӳ ҫулпуҫӗсем: сире парнене кӳрес кунсем ҫитрӗҫ — сире салатса ярӗҫ, эсир хаклӑ савӑт пек ванса каятӑр.</verse>
				<verse number="35">Кӗтӳҫӗсене хӳтӗлӗх, кӗтӳ ҫулпуҫӗсене ҫӑлӑнӑҫ пулмӗ.</verse>
				<verse number="36">Кӗтӳҫӗсем йӗрсе йӑлӑнни, кӗтӳ ҫулпуҫӗсем ӗсӗклени илтӗнет — Ҫӳлхуҫа вӗсен кӗтӳлӗхӗсене пушатса хӑварчӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫӳлхуҫа ҫиллин хаярлӑхӗпе лӑпкӑ кӗтӳлӗхсем пӗтеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл — хӑйӗн йӑвинчен тухнӑ арӑслан пек! Вӗсен ҫӗрӗ Унӑн хаяр ҫиллине пула, Унӑн ҫулӑмлӑ ҫиллине пула пушхир пулса юлчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, патшана ларсассӑн, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишне кӗр те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пуҫҫапма килекен Иудейӑн мӗнпур хулине Эпӗ калама хушнӑ ҫак сӑмахсене кала; пӗр сӑмахне те сиктерсе ан хӑвар.</verse>
				<verse number="3">Тен, вӗсем итлӗҫ те хӑйсен усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗҫ, ун чухне вара Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемшӗн кӑтартас тенӗ инкеке пӑрахӑҫлӑп.</verse>
				<verse number="4">Кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Мана итлемесессӗн, Эпӗ панӑ саккунпа — хӑвӑра панӑ саккунпа — пурӑнмасассӑн,</verse>
				<verse number="5">Манӑн чурасен, пророксен, — эсир итлеместӗр пулин те, Эпӗ сирӗн пата ярса тӑнӑ, ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ пророксен, — сӑмахӗсене тӑнламастӑр пулсассӑн,</verse>
				<verse number="6">Эпӗ ҫак Ҫурта Силом пекех туса хӑварӑп, ҫак хулана вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх ылханӗ ҫитмелле тӑвӑп.</verse>
				<verse number="7">Иеремия ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче каланӑ чухне ӑна священниксемпе пророксем тата пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Иеремия хӑйне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑха мӗн калама хушнине пурне те каласа пӗтерсессӗн, священниксемпе пророксем тата пӗтӗм халӑх ӑна ярса тытнӑ та ҫапла каланӑ: эсӗ вилме тивӗҫлӗ;</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе пророкла вӗрентсе калатӑн: «ҫак Ҫурт Силом пек пулӗ, ҫак хула пушанса юлӗ, ҫынсӑр тӑрса юлӗ» тетӗн? Вара Турӑ Ҫуртӗнче Иеремийӑна пӗтӗм халӑх хупӑрласа илнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Иудея пуҫлӑхӗсем патша ҫуртӗнчен Турӑ Ҫуртне пынӑ та Турӑ Ҫурчӗн ҫӗнӗ хапхи умне ларнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн чухне священниксемпе пророксем пуҫлӑхсене тата пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: ку ҫын вилме тивӗҫлӗ! вӑл ҫак хулана хирӗҫ пророкла каласа ҫӳрет, ӗнтӗ эсир хӑвӑр хӑлхӑрпа хӑвӑр илтрӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр;</verse>
				<verse number="13">ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ;</verse>
				<verse number="14">мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр;</verse>
				<verse number="15">ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Пуҫлӑхсемпе пӗтӗм халӑх вара священниксемпе пророксене ҫапла каланӑ: ку ҫынна вӗлерме юрамасть — вӑл пирӗнпе Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗпе калаҫрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӗршыври аслӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри тӑнӑ та пӗтӗм халӑх пухӑвне ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="18">Иудея патши Езекия вӑхӑтӗнче Морасфа ҫынни Михей пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, Иудея халӑхне пӗлтерсе: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тенӗ: Сиона хир пек сухаласа тӑкӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫурт ларакан ту вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="19">Ара, ҫавӑншӑн Езекия патшапа Иудея халӑхӗ вӗлернӗччӗ-и ӑна? Патша Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкменччӗ-и-ха, Ҫӳлхуҫана тархасламанччӗ-и? Ҫӳлхуҫа вара шухӑшне улӑштарнӑ, вӗсене пӗлтерсе хунӑ инкекне чарса лартнӑ; эпир хамӑра ҫав тӗрлӗ усал тӑвас тетпӗр-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата Кариаф-Иарим ҫынни — Шемаия ывӑлӗ, Урия текенскер — пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ: ҫак хулана, ҫак ҫӗре малашне мӗн пуласси ҫинчен вӑл шӑпах Иеремия пек каланӑ.</verse>
				<verse number="21">Унӑн сӑмахӗсене Иоаким патша, унӑн улпучӗсемпе пуҫлӑхӗсем илтнӗ, патша вара ӑна вӗлерес тесе шыранӑ. Урия ҫакна илтнӗ те хӑраса ӳксе Египета тухса тарнӑ.</verse>
				<verse number="22">Анчах Иоаким патша Египета та ҫынсем янӑ — Ахбор ывӑлне Елнафана тата унпа пӗрле ытти ҫынсене янӑ.</verse>
				<verse number="23">Урияна Египетран илсе тухнӑ та Иоаким патша патне илсе пынӑ, патша вара ӑна хӗҫпе вӗлернӗ те унӑн виллине ахаль ҫынсен масарӗ патне кайса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ахикам та — Сафан ывӑлӗ — Иеремия майлӑ пулнӑ, вӑл ӑна халӑх аллине паман, вӗлерттермен.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт;</verse>
				<verse number="3">ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар;</verse>
				<verse number="4">элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр:</verse>
				<verse number="5">Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.</verse>
				<verse number="6">Халӗ Эпӗ ҫак мӗнпур ҫӗре Навуходоносора — Вавилон патшине, Хамӑн чурана — паратӑп, хирти тискер кайӑксене те ӑна пӑхӑнтарӑп.</verse>
				<verse number="7">Унӑн ҫӗрӗн тата унӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен ӑна, унӑн ывӑлне, ывӑлӗн ывӑлне пур халӑхсем пӑхӑнса тӑрӗҫ; кайран ӑна йышлӑ халӑхсем, аслӑ патшасем пӑхӑнтарӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Эхер те халӗ ӑна — Навуходоносора, Вавилон патшине — пӗр-пӗр халӑх е патшалӑх пӑхӑнасшӑн мар пулсассӑн, мӑйне Вавилон патшин сӳсменне тӑхӑнасшӑн мар пулсассӑн, ҫав халӑха Эпӗ хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗн кӑтартӑп, патша аллипе ӑна тӗппипех пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">«Эсир Вавилон патшин чурисем пулмӑр» теекен пророкӑрсене, юмӑҫӑрсене, тӗлӗк кураканӑрсене, ӑрӑмҫӑрсене, ҫӑлтӑрҫӑрсене ан итлӗр:</verse>
				<verse number="10">вӗсем суя сӑмах калаҫҫӗ, ҫавна пула сире хӑвӑрӑн ҫӗрӗртен кӑларса ярӗҫ, Эпӗ сире хӑваласа янипе сирӗн вилсе пӗтмелле пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Вавилон патшин сӳсменне хӑйӗн мӑйне тӑхӑнакан тата ӑна пӑхӑнса тӑракан халӑха вара Эпӗ хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинчех хӑварӑп, вӑл вара унтах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Иудея патшине Седекияна эпӗ ҫак пӗтӗм сӑмаха каласа патӑм: Вавилон патшин сӳсменне мӑя тӑхӑнӑр та ӑна тата унӑн халӑхне пӑхӑнса пурӑнӑр, вара чӗрӗ юлатӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="13">Мӗншӗн-ха санӑн, сан халӑхун, Ҫӳлхуҫа Вавилон патшине пӑхӑнман халӑх ҫинчен каланӑ пек, хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилмелле?</verse>
				<verse number="14">«Вавилон патшин чурисем пулмӑр» теекен пророксене ан итлӗр — вӗсем суя сӑмах калаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Ман ятӑмпа суя вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, ҫавна пула Эпӗ сире хӑваласа ярӑп та, эсир хӑвӑр та, сире вӗрентекен пророксем те вилсе пӗтӗр.</verse>
				<verse number="16">Священниксене те, ҫак мӗнпур халӑха та эпӗ каларӑм: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сире: «акӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ Вавилонтан каялла таврӑнӗ» тесе калакан пророкӑрсене ан итлӗр: вӗсем суя вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсене ан итлӗр, Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр; мӗншӗн-ха ҫак хулана юхӑнтарса хӑвармалла?</verse>
				<verse number="18">Эхер те вӗсем пророк пулсассӑн, вӗсене Ҫӳлхуҫа каланӑ пулсассӑн, вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин ҫуртӗнче тата Иерусалимра юлакан хатӗр-хӗтӗр Вавилона ан куҫтӑр тесе Саваоф Ҫӳлхуҫаран хута кӗме ыйтчӑр.</verse>
				<verse number="19">Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать,</verse>
				<verse number="20"></verse>
				<verse number="21">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать:</verse>
				<verse number="22">ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Ҫав ҫулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тӑватӑ ҫул та пиллӗкӗмӗш уйӑх ҫитсессӗн, Анания — Азур ывӑлӗ, Гаваон пророкӗ — Турӑ Ҫуртӗнче священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче мана ҫапла каларӗ:</verse>
				<verse number="2">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп;</verse>
				<verse number="3">Вавилон патши Навуходоносор ҫакӑнтан Вавилона илсе кайнӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрне Эпӗ тепӗр икӗ ҫултан ҫак вырӑнах тавӑрӑп;</verse>
				<verse number="4">Иехонияна та — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткӑна лекнӗ мӗнпур иудее те ҫак вырӑнах тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп.</verse>
				<verse number="5">Иеремия пророк Турӑ Ҫуртӗнче тӑракан священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче Анания пророка каланӑ,</verse>
				<verse number="6">ҫапла каланӑ Иеремия пророк: ҫавӑн пек пултӑрах, Ҫӳлхуҫа ҫапла тутӑрах! Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ, тыткӑна лекнӗ мӗнпур ҫын Вавилонран ҫак вырӑна таврӑнасси ҫинчен каланӑ сӑмахусене Ҫӳлхуҫа вырӑна килтертӗрех!</verse>
				<verse number="7">Анчах сана та илтмелле, пӗтӗм халӑха та илтмелле калас сӑмахӑма итлесе пӗтер-ха:</verse>
				<verse number="8">авалтанпах манран малтан, санран малтан пулнӑ пророксем чылай ҫӗршыва тата аслӑ патшалӑха вӑрҫӑ, хӗн-хур, мур чирӗ ҫитесси ҫинчен пӗлтерсе хунӑ.</verse>
				<verse number="9">Пӗр-пӗр пророк тӑнӑҫлӑх пуласса пӗлтерсе хунӑ пулсассӑн, вӑл калани вырӑна килнӗ пулсассӑн ҫеҫ ӑна чӑнах та Ҫӳлхуҫа янӑ пророк тесе хисепленӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑн хыҫҫӑн Анания пророк Иеремия пророк мӑйӗнчи сӳсмене хывса илсе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="11">Анания пӗтӗм халӑх умӗнче ҫакӑ сӑмахсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: икӗ ҫултан Вавилон патшин Навуходоносорӑн сӳсменне те пур халӑхсен мӑйӗ ҫинчен хывса илсе ҫакӑн пек ҫӗмӗрсе тӑкӑп, тет. Иеремия вара хӑйӗн ҫулӗпе кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Анания пророк Иеремия мӑйӗнчи сӳсмене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="13">кай та Ананияна ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ йывӑҫ сӳсмене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн, ун вырӑнне Эпӗ тимӗр сӳсмен тӑвӑп.</verse>
				<verse number="14">Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак пур халӑхсен мӑйне те тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӑп — вӗсем Навуходоносоршӑн, Вавилон патшишӗн, ӗҫлесе пурӑнччӑр, вӗсем унӑн чури пулӗҫ, хирти тискер кайӑксене те Эпӗ ун аллине паратӑп, тет.</verse>
				<verse number="15">Иеремия пророк вара Анания пророка каланӑ: итле, Анания, сана Ҫӳлхуҫа яман, эсӗ ҫак халӑха суя шанчӑк паратӑн.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ сана ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп та, эсӗ кӑҫалах вилсе выртӑн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ калаҫрӑн, тет.</verse>
				<verse number="17">Анания пророк вара ҫав ҫулах ҫиччӗмӗш уйӑхра вилсе кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Иеремия пророк Навуходоносор патша Иерусалимран Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ аслӑ ҫынсен йӑлкӑмӗ патне, священниксем патне, пророксемпе мӗнпур халӑх патне Иерусалимран янӑ ҫыру ҫакӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав ҫырӑва вӑл Иехония патшапа унӑн амӑшне, хайрансене, Иудейӑпа Иерусалим улпучӗсене, алӑстисемпе тимӗрҫӗсене Иерусалимран илсе кайнӑ хыҫҫӑн</verse>
				<verse number="3">Сафан ывӑлӗ Елеаса тата Хелкия ывӑлӗ Гемария урлӑ янӑ, Иудея патши Седекия вара ҫав ҫынсене Вавилон патши Навуходоносор патне Вавилона кайма хушнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ ҫырӑвӗ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: тыткӑнрисем, Эпӗ Иерусалимран Вавилона куҫарса кайнӑ халӑх!</verse>
				<verse number="5">Ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр.</verse>
				<verse number="6">Авланӑр — ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратӑр; ывӑлӑрсене авлантарӑр, хӗрӗрсене качча парӑр, вӗсем те ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратчӑр. Ҫавӑнта хунаса кайӑр, сирӗн йышӑр чакса мар, ӗрчесе пытӑр!</verse>
				<verse number="7">Эпӗ сире куҫарса кайнӑ хула тулӑх пурӑнтӑр тесе тӑрӑшӑр, уншӑн Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: вӑл тӑнӑҫлӑ пурӑнсассӑн сире те тӑнӑҫлӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="8">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хушшӑрти пророксемпе юмӑҫсем сире ан улталаччӑр, тӗлӗк куракансене те ан итлӗр;</verse>
				<verse number="9">вӗсем малашне мӗн пуласси ҫинчен сире Ман ятӑмпа суя суяҫҫӗ; вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Вавилонра пурӑнма пуҫланӑранпа ҫитмӗл ҫул ҫитсессӗн, Эпӗ сирӗн патӑра пырса пӑхӑп та ырӑ сӑмахӑма вырӑна килтерӗп — сире каялла ҫакӑнта илсе килӗп:</verse>
				<verse number="11">Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ.</verse>
				<verse number="12">Мана тархаслатӑр та, Ман патӑма пырса кӗлтӑватӑр та — Эпӗ сире илтӗп;</verse>
				<verse number="13">Мана шыратӑр та, пӗтӗм чун-чӗрӗрпе шырасассӑн — Мана тупатӑр.</verse>
				<verse number="14">Эсир Мана тупатӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вара сире тыткӑнран, пур халӑхсем хушшинчен, Эпӗ сире хӑвӑра хӑваласа янӑ пур ҫӗртен те пуҫтарӑп та — ӑҫтан куҫарса кайнӑ, ҫав вырӑнах каялла тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="15">Эсир: «Ҫӳлхуҫа пире Вавилонра та пророксем пачӗ» тетӗр.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен</verse>
				<verse number="17">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп;</verse>
				<verse number="18">вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп;</verse>
				<verse number="19">Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="20">Эсир вара, ют ҫӗре куҫса кайнисем, Эпӗ Иерусалимран Вавилона янисем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр:</verse>
				<verse number="21">Ман ятӑмпа пророкла калаҫакансене, суя вӗрентсе ҫӳрекен Колия ывӑлӗ Ахав пирки тата Маасея ывӑлӗ Седекия пирки Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ вӗсене Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине парӑп та, вӑл вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнчех вӗлерсе пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫав ҫынсене пула вара Вавилонра, ҫавӑнта куҫарса килнӗ иудейсем хушшинче, ылханнӑ чухне ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа Седекияпа Ахава мӗн тунӑ, сана та ҫапла тутӑр» тенӗ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-ҫулӑм ҫинче ӑшаланӑ;</verse>
				<verse number="23">ҫакӑ вӗсене Израильре ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен арӑмӗсемпе аскӑнланса пурӑннӑшӑн, Ман ятӑмпа Эпӗ хушман ҫӗртенех суйса калаҫнӑшӑн — ҫитнӗ; Эпӗ ҫакна пӗлетӗп, Эпӗ ҫакна курса тӑнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="24">Нехелам ҫыннине Шемаияна кала:</verse>
				<verse number="25">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: эсӗ хӑвӑн ятупа Иерусалимри пӗтӗм халӑх патне, Маасея ывӑлӗ Софония священник патне, ытти мӗнпур священник патне ҫыру янӑ,</verse>
				<verse number="26">ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Софония, Ҫӳлхуҫа сана Иодай священник вырӑнне священника лартрӗ, санӑн Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗшӗн яваплӑ пулмалла, хӑйне хӑй ухмаха тухнӑ ҫын пек тыткалакана, пророкла калаҫма чӑрсӑрланакана санӑн тӗрмене лартмалла, каска тӑлӑпа тӑлламалла:</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн-ха эсӗ Анафоф Иеремийине хӑвӑр патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳреме чармастӑн?</verse>
				<verse number="28">Вӑл пирӗн патӑмӑра Вавилона та ҫапла ҫырса янӑччӗ: тыткӑнра пурӑнасси вӑраха пырӗ, ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр» тесе ҫырнӑччӗ.</verse>
				<verse number="29">Софония священник ҫак ҫырӑва Иеремия пророка вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="30">Ӗнтӗ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="31">тыткӑнри халӑх патне хыпар яр: Нехелам ҫынни Шемаия ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ хушман-яман пулин те, Шемаия сирӗн патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, сире суя шанчӑк панӑ,</verse>
				<verse number="32">ҫакӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Нехелам ҫыннине Шемаияна тата унӑн ӑрӑвне хаса паратӑп; ҫак халӑх хушшинче унӑн ҫынни пулмӗ, Эпӗ Хамӑн халӑхӑма парас ырӑлӑха вӑл кураймӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ калаҫрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ хӑвна мӗн каланине пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хур.</verse>
				<verse number="3">Акӑ ӗнтӗ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма, Израильпе Иудӑна, тыткӑнран тавӑрас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каллех хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп те, вӗсем ӑна тытса тӑма пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ Ҫӳлхуҫа Израильпе Иуда ҫинчен каланӑ ҫав сӑмахсем:</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эпир сехӗрленӳ сассине илтетпӗр — хӑрушӑ, тӑнӑҫлӑх ҫук!</verse>
				<verse number="6">Ыйтӑр та шухӑшласа пӑхӑр: арҫын ҫуратать-и? Мӗншӗн-ха Эпӗ ҫакна куратӑп: кашни арҫынах, ҫуратакан арӑм пек, вӗчине ярса тытнӑ, сӑнӗ-пичӗ те вӗсен шурсах кайнӑ?</verse>
				<verse number="7">Ах, ҫав кун питӗ аслӑ, ун пекки пулманччӗ; ку вӑл — Иаковшӑн хӗн-хурлӑ вӑхӑт, анчах вӑл ҫӑлӑнса юлӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑ кун вара, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла пулӗ: мӑйна тӑхӑнтартнӑ сӳсменне аркатса тӑкӑп, тӑллуна салтса ывӑтӑп; текех ют ҫӗр ҫыннисене пӑхӑнса пурӑнмӗҫ,</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, тата Эпӗ вӗсен пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ хӑйсен патшине Давида пӑхӑнса пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ вара, Манӑн Иаков чурам, ан хӑра, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана инҫетри ҫӗршывран, санӑн йӑхна тыткӑн ҫӗрӗнчен ҫӑлса кӑларӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӑна текех никам та хӑратмӗ.</verse>
				<verse number="11">Сана ҫӑлмашкӑн Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана халӑхсем хушшине сапаласа янӑччӗ, ҫав халӑхсене пурне те пӗтерӗп, сана вара пӗтермӗп; сана Эпӗ виҫеллӗ хаса парӑп, анчах хасасӑр хӑвармӑп.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сурану санӑн тӳрленсе ҫитейми, чирӳ санӑн питех те хаяр;</verse>
				<verse number="13">санӑн тавӑҫна никам та тишкермест; им-ҫам та ҫук сурану валли, сана сиплетейместӗн;</verse>
				<verse number="14">сана тусусем пурте манса кайрӗҫ, сана шырамаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук, ҫавӑнпа сана тӑшманусем аркатмалла турӑм, сана хаяррӑн хаса патӑм.</verse>
				<verse number="15">Мӗн эсӗ суранусемшӗн, хӑрушла чирӳшӗн нӑйкӑшатӑн? Йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук — ҫавӑнпа сана ҫапла турӑм.</verse>
				<verse number="16">Анчах сана ҫиекенсене пурне те хӑйсене ҫисе ярӗҫ; тӑшманусем те пурте хӑйсемех тыткӑна кайӗҫ, сана тустаракансене хӑйсене тустарӗҫ, сана ҫаратакансене хӑйсене ҫараттарӑп.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ сана им-ҫам парӑп, суранусене сиплентерӗп, тет Ҫӳлхуҫа. Сана пӑрахнӑ тесе, сан ҫинчен: «Сион вӑл — акӑ, вӑл никама та кирлӗ мар» теетчӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иаков чатӑрӗсене ҫӗнӗрен туса лартӑп, унӑн ялӗ-хулине хӗрхенӗп; ишӗлчӗксем ҫинче хула ӳссе ларӗ, унчченхи вырӑнӗнчех кермен ҫӗкленӗ.</verse>
				<verse number="19">Кунта мухтав юррисем илтӗнсе тӑрӗҫ, савӑнакансен шавӗ илтӗнсе тӑрӗ; Эпӗ вӗсене хунаттарӑп, вӗсен йышӗ чакмӗ, вӗсене асла кӑларӑп — вӗсем кӗҫӗне юлмӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Унӑн ывӑлӗсем те малтанхи пекех пулӗҫ, вӗсен ушкӑнӗ Ман умӑмра тӑрӗ, вӗсене хӗсӗрлекенсене пурне те хаса парӑп.</verse>
				<verse number="21">Вӗсен ҫулпуҫӗ хӑйсен хушшинченех тухӗ, патши те хӑйсен хушшинченех пулӗ; Эпӗ ӑна ҫывӑхартӑп та, вӑл Ман патӑма пырса тӑрӗ: кам хӑй тӗллӗнех Ман патӑма ҫывӑхарма хӑйтӑр-ха? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="22">Эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп.</verse>
				<verse number="23">Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑлӗ хаяррӑн килет, кӑра ҫил-тӑвӑл — вӑл усал ҫынсен пуҫӗ ҫине ӳкӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли Вӑл Хӑй мӗн-мӗн тума шухӑш тытнине тумасӑр иртсе каймӗ. Ҫакна юлашки кунсенче ӑнланса илетӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Ҫавӑ вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кашни Израиль йӑхӗшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ халӑх пушхирте каҫару тупрӗ; Израиле канӑҫ парӑп, тет.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ӑна инҫетрен курӑнчӗ те каларӗ: сана Эпӗ ӗмӗрлӗх юратупа юрататӑп, сана ҫавӑнпа ырӑлӑх паратӑп.</verse>
				<verse number="4">Эй Израиль хӗрӗ, Эпӗ сана каллех ҫирӗплетӗп, эсӗ ҫирӗпленӗн! Каллех тӳнкӗрне тытӑн та савӑнӑҫлӑн ташласа тухӑн;</verse>
				<verse number="5">Самари тӑвӗ ҫинче каллех иҫӗм пахчи ӗрчетӗн; иҫӗм ҫырли туса илекенсем ҫимӗҫӗпе хӑйсемех усӑ курӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ефрем тӑвӗ ҫинчи хуралҫӑсем: «тӑрӑр, Сион ҫине Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр патне хӑпарар!» тесе кӑшкӑрмалли кун ҫитӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иаков ҫинчен савӑнса юрлӑр, халӑхсен пуҫлӑхне саламлӑр; кӑшкӑрса, янӑравлӑн мухтӑр: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн халӑхна, Израиль йӑлкӑмне, ҫӑлсамччӗ!» тейӗр.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ вӗсене ҫурҫӗрти ҫӗршывран илсе килӗп, вӗсене ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессинчен пуҫтарӑп; суккӑрри те, уксаххи те, йывӑр хӗрарӑм та, ҫуратакан арӑм та — питех те пысӑк йыш таврӑнӗ кунта.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем куҫҫулӗпе йӗрсе кайрӗҫ — Эпӗ лӑплантарса илсе килӗп; вӗсене такӑнтарман тикӗс ҫулпа юхӑм шывсем патне илсе кайӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Израиль ашшӗ, Ефрем — Манӑн малтанхи ывӑлӑм.</verse>
				<verse number="10">Эй халӑхсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, ӑна инҫетри утравсем ҫине ҫитерсе ҫапла калӑр: «Израиле Кам сапаласа янӑ, Ҫавах пуҫтарӗ, Вӑл ӑна кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне сыхланӑ пек сыхлӗ».</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Иакова ҫӑлса хӑварчӗ, ӑна хӑйӗнчен вӑйлӑраххийӗн аллинчен хӑтарчӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем килӗҫ те Сион тӑвӗ ҫинче савӑнӗҫ; Ҫӳлхуҫа пархатарӗшӗн — тулӑшӑн, эрехшӗн, йывӑҫ ҫӑвӗшӗн, путексемпе вӑкӑрсемшӗн — хӗпӗртенӗҫ; вӗсен чунӗ шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек пулӗ, ӗнтӗ хӑрӑнасси вӗҫленӗ.</verse>
				<verse number="13">Хӗр вара вӑйӑ картинче савӑнӗ, ҫамрӑкки те, ватти те хӗпӗртенӗ; вӗсен хурлӑхне савӑнӑҫпа ылмаштарӑп, лӑплантарӑп вӗсене, хӗн-асап хыҫҫӑн савӑнӑҫ парӑп.</verse>
				<verse number="14">Священниксене ҫуллӑ апатпа тӑрантарӑп, халӑхӑм Манӑн ырӑлӑхӑмпа тӑранӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Рама хулинче уласа, кӑшкӑрса макӑрни илтӗнет: Рахиль хӑйӗн ачисемшӗн йӗрет, ниепле те лӑпланаймасть: ӗнтӗ ачисем ҫук унӑн.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: макӑрма-ӗсӗклеме чарӑн, куҫна шӑлса типӗт — хӑвӑн ӗҫӳшӗн сана пархатар пулӗ: вӗсем тӑшман ҫӗршывӗнчен таврӑнӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="17">Пуласлӑхун шанчӑкӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа, ывӑлусем хӑйсен ҫӗрнех таврӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Йӗрекен Ефрем сассине илтетӗп: «Эсӗ мана хаса патӑн та — хаса тӳсетӗп: эпӗ чурӑс пӑру пекехчӗ; мана каялла ҫавӑр, эпӗ Сан енне ҫаврӑнам: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм.</verse>
				<verse number="19">Каялла ҫаврӑнсассӑн — ӳкӗнтӗм, ӑса кӗтӗм те — пӗҫҫӗме шарт ҫапрӑм, мана намӑслантарчӗҫ, хӑртрӗҫ: ҫамрӑк чухнехи чыссӑр ӗҫсемшӗн намӑс куратӑп».</verse>
				<verse number="20">Ефрем ывӑлӑм маншӑн хаклӑ мар-и вара? юратнӑ ачам мар-и вӑл? ун ҫинчен калаҫма пуҫласанах ӑна яланах юратса аса илетӗп; уншӑн Манӑн ӑшчикӗм пӑлханать; Эпӗ хӗрхенӗп ӑна, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="21">Хӑвна валли ҫул паллисем лартса тух, чул юпасем лартса тух, чӗрӳне ҫав ҫул ҫине — ху ҫӳренӗ ҫул ҫине — ҫавӑр; эй Израиль хӗрӗ, таврӑн, хӑвӑн хулусене таврӑн.</verse>
				<verse number="22">Эй ултавлӑ хӗрӗм, хӑҫанччен аташса ҫӳрӗн-ши эсӗ? Ҫӳлхуҫа халиччен ҫӗр ҫинче пулманнине пултарчӗ: арӑм каллех ар ҫумӗнче.</verse>
				<verse number="23">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: малашне, Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килсессӗн, Иуда ҫӗрӗ ҫинче, ун хулисенче ҫапла калӗҫ: «эй тӳрӗлӗх Ҫурчӗ, сӑваплӑ сӑрт-ту, Ҫӳлхуҫа пиллетӗр сана!» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Ун ҫине вара Иуда, унӑн пӗтӗм хули, ҫӗр ӗҫлекенсем тата кӗтӳпе ҫӳрекен кӗтӳҫӗсем вырӑнаҫӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ ӗшеннисене Эпӗ шыв ӗҫтерӗп, халтан кайнисене ҫӑкӑр ҫитерӗп.</verse>
				<verse number="26">Ҫак вӑхӑтра эпӗ вӑрантӑм та куҫа уҫрӑм, тӗлӗкӗм кӑмӑллӑ пулчӗ маншӑн.</verse>
				<verse number="27">Акӑ Израиль килӗпе Иуда килне Эпӗ этем вӑрлӑхӗпе, выльӑх-чӗрлӗх вӑрлӑхӗпе акса хӑварас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="28">Эпӗ вӗсене тӑпӑлтарнӑ, аркатнӑ, ҫӗмӗрнӗ, тӗп тунӑ, амантнӑ чухне сӑнанӑ пекех ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнӑ чухне те сӑнасах тӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="29">Ун чухне ӗнтӗ: «ашшӗсем пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» тесе каламӗҫ,</verse>
				<verse number="30">кашниех хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вилӗ; пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫиекенӗн чӑнах та шӑлӗ шанӗ.</verse>
				<verse number="31">Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа,</verse>
				<verse number="32">ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="33">Ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Израиль килӗпе урӑх халал хывӑп: Хамӑн саккуна вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсемшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="34">Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗлӗр» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — хӑйсемех пӗлме пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп.</verse>
				<verse number="35">Ҫӳлхуҫа, — кӑнтӑрла ҫутатмашкӑн хӗвел панӑ, ҫӗрле ҫутатмашкӑн уйӑхпа ҫӑлтӑрсене саккун панӑ, тинӗсе хумӗсем ахӑрмалла пӑлхатакан Ҫӳлхуҫа, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа, — ҫапла калать:</verse>
				<verse number="36">ҫак саккунсем Ман умӑмран пӗтсе лараҫҫӗ пулсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль йӑхӗ те Ман умӑмра яланлӑхах халӑх пулма пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эхер те ҫӳл тӳпене виҫме пулсассӑн, тӗпсӗр ҫӗр никӗсне шыраса тупма май пулсассӑн, Эпӗ Израилӗн мӗнпур йӑхне вӗсем мӗн-мӗн тунишӗн пӑрахӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="38">Акӑ ҫакӑ хулана, Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларса, ҫӗнӗрен ҫӗклес кунсем, ӑна Анамеил пашнинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫитичченех ҫӗнӗрен туса лартас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа,</verse>
				<verse number="39">вара ҫӗр виҫекенсенӗн вӗренӗ Гарив сӑрчӗ патне ҫитиех тӳррӗн тӑсӑлӗ те Гоаф тӗлӗнчен пӑрӑнса иртӗ.</verse>
				<verse number="40">Вилепе кӗл айлӑмӗ, Кедрон юхӑмне ҫитиччен сарӑлса выртакан хирсем, тухӑҫ енчи Лаша хапхи таранах, — пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнӗ пулса тӑрӗ; вӑл ӗмӗрне те арканмӗ те, саланмӗ те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Иудея патши Седекия вуннӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне — ку вӑл Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ — Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.</verse>
				<verse number="2">Ун чухне Вавилон патшийӗн ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илнӗ пулнӑ, Иеремия пророка вара Иудея патшийӗн керменӗ ҫумӗнчи хурал картишне хупса лартнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ӑна унта Иудея патши Седекия ҫапла каласа лартнӑ: «эсӗ мӗншӗн ҫапла пророкла калаҫса ҫӳретӗн? Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тетӗн: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патшийӗн аллине парӑп та, вӑл ӑна туртса илӗ;</verse>
				<verse number="4">Седекия, Иудея патши, халдейсен аллинчен хӑтӑлаймӗ, ӑна пурпӗрех Вавилон патшийӗн аллине тытса парӗҫ, вӑл унпа ҫӑвара-ҫӑварӑн, куҫа-куҫӑн калаҫӗ;</verse>
				<verse number="5">Седекияна вӑл Вавилона илсе кайӗ, вӑл Эпӗ ун патне пырса пӑхичченех унта пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа. Эхер те эсир халдейсемпе ҫапӑҫма пуҫласассӑн, сирӗн ӑнӑҫу пулмӗ» тетӗн?</verse>
				<verse number="6">Иеремия каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмах ҫапла пулчӗ:</verse>
				<verse number="7">Анамеил — санӑн Саллум пиччӳн ывӑлӗ — сан патна килӗ те: «Анафофри хирӗме сутӑн ил, мӗншӗн тесессӗн тӑванлӑх тивӗҫӗпе ӑна санӑн тӳлесе илмелле» тейӗ.</verse>
				<verse number="8">Акӑ Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ман патӑма хурал картишне Анамеил — Саллум пичче ывӑлӗ — килчӗ те мана каларӗ: Анафофри, Вениамин ҫӗрӗнчи, хирӗме сутӑн ил, мӗншӗн тесессӗн санӑн еткерлӗх ирӗкӗ те, ӑна тӑванлӑх тивӗҫӗпе тӳлесе илмелли ирӗкӳ те пур; хӑвна валли тӳлесе ил, терӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлтӗм.</verse>
				<verse number="9">Вара эпӗ Анамеилӑн, пиччем ывӑлӗн, Анафофри хирне тӳлесе илтӗм, ӑна вунҫичӗ сикль кӗмӗл виҫсе патӑм;</verse>
				<verse number="10">ӗнтӗ суту-илӳ хутне ҫыртӑм, пичет пусрӑм, кӳнтеленсем чӗнсе илсе виҫепе виҫсе патӑм.</verse>
				<verse number="11">Суту-илӳ хутне — саккун йӗрки тӑрӑх пичет пуснине те, пичет пусманнине те — илтӗм те</verse>
				<verse number="12">ҫав хута пиччем ывӑлӗ Анамеил умӗнче, ҫак хут ҫине алӑ пуснӑ кӳнтеленсем умӗнче тата хурал картишӗнче ларакан мӗнпур иудей умӗнче Варуха — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — патӑм;</verse>
				<verse number="13">унтан вӗсен умӗнче Варуха ҫапла каларӑм:</verse>
				<verse number="14">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак суту-илӳ хучӗсене — пичет пуснине тата пичет пусманнине — ил те тӑм савӑта хур, вӗсем унта вӑрах вӑхӑт сыхланса тӑма пултарччӑр.</verse>
				<verse number="15">Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак ҫӗр ҫинче каллех ҫуртсем, хирсем, иҫӗм пахчисем туянма пуҫлӗҫ, тет.</verse>
				<verse number="16">Вара суту-илӳ хутне Варуха — Нирия ывӑлне — парса, эпӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑм:</verse>
				<verse number="17">«эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ; Эсӗ тума пултарайманни ҫук;</verse>
				<verse number="18">Эсӗ пин-пин ҫынна ырӑлӑх кӑтартатӑн, ашшӗсен ҫылӑхӗшӗн ачисене тавӑратӑн. Аслӑ та хӑватлӑ Туррӑмӑр! Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа!</verse>
				<verse number="19">Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн.</verse>
				<verse number="20">Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек;</verse>
				<verse number="21">Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та</verse>
				<verse number="22">ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн.</verse>
				<verse number="24">Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн.</verse>
				<verse number="25">Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="27">акӑ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, мӗнпур чӗрӗ чун Турри; Эпӗ пултарайманни мӗн те пулин пур-и?</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ҫак хулана халдейсен аллине, Вавилон патши Навуходоносор аллине паратӑп, вӑл ӑна ярса илӗ,</verse>
				<verse number="29">хулана хупӑрласа тӑракан халдейсем килсе кӗрӗҫ те хулапа унӑн ҫурчӗсене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, ҫав ҫуртсен тӑрринче Ваала мухтаса тӗтӗретчӗҫ, ют турӑсене эрех кӳретчӗҫ, ҫапла Мана ҫиллентеретчӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсем ҫамрӑкранпах Ман куҫӑм умӗнче усал ҫеҫ турӗҫ; Израиль ывӑлӗсем Мана хӑйсен ӗҫӗсемпе ҫиллентерсе ҫеҫ тӑчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="31">Ҫак хула хӑйне туса лартнӑ кунран пуҫласа паян кунчченех Мана ҫиллентерес те хаярлатас тенӗ пек анчах пурӑнатчӗ. Ҫавӑнпа Эпӗ ӑна пӑрахрӑм,</verse>
				<verse number="32">Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсен мӗнпур усал ӗҫӗшӗн — вӗсем, вӗсен патшисемпе улпучӗсем, священникӗсемпе пророкӗсем, Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем Мана ҫиллентермелли ӗҫсем тунӑшӑн — пӑрахрӑм.</verse>
				<verse number="33">Вӗсем Ман енне питпе мар, ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗҫ; Эпӗ хӑйсене вӗрентнӗ чухне, ҫине-ҫинех вӗрентнӗ чухне вӗсем итлемерӗҫ, ӳкӗтленине йышӑнасшӑн пулмарӗҫ,</verse>
				<verse number="34">Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртра, ӑна ирсӗрлетсе, хайсен йӗрӗнчӗкӗсене лартса тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="35">Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче Ваал киреметне туса лартрӗҫ, ҫавӑнта хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларса Молоха чӳклерӗҫ. Эпӗ вӗсене ҫавӑн пек тума хушман, вӗсем Иудӑна ҫылӑха кӗртсе ҫак ирсӗр ӗҫе тӑвасси Ман шухӑшӑмра та пулман.</verse>
				<verse number="36">Акӑ ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, эсир: «вӑл хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗрен Вавилон патшийӗн аллине лекӗ» тесе калакан ҫак хула ҫинчен халӗ ҫапла калать:</verse>
				<verse number="37">акӑ Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа, хытӑ тарӑхнипе хуса янӑ ҫӗрсенчен пуҫтарӑп та ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене шанчӑклӑ пурӑнӑҫ парӑп.</verse>
				<verse number="38">Вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп.</verse>
				<verse number="39">Вӗсене ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑмашкӑн, хӑйсене, хӑйсем хыҫҫӑн хӑйсен ачисене ырӑлӑх кӑтартмашкӑн пӗр чӗре те пӗр ҫул парӑп.</verse>
				<verse number="40">Вӗсемпе ӗмӗрлӗх халал хывӑп, вӗсенчен пӑрӑнмӑп, вӗсене ырӑ тума пӑрахмӑп, Мана ан пӑрахчӑр тесе вӗсенӗн чӗрине Хамран хӑраса тӑмалла тӑвӑп.</verse>
				<verse number="41">Пӗтӗм чӗремрен, пӗтӗм чунӑмран вӗсене хапӑл пулӑп, вӗсене ырӑлӑх парӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине шанчӑклӑ вырӑнаҫтарӑп.</verse>
				<verse number="42">Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ ҫапла калать: ҫак халӑх ҫине пӗтӗм пысӑк усаллӑха янӑ пекех, вӗсем ҫине Эпӗ хӑйсем пирки каласа хунӑ пӗтӗм ырӑлӑха та ярӑп.</verse>
				<verse number="43">Эсир: «ку вӑл — пушхир, кунта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук, ӑна халдейсен аллине панӑ» теекен ҫак ҫӗр ҫинче вара хирсем туянма пуҫлӗҫ;</verse>
				<verse number="44">ҫав хирсене кӗмӗлле сутӑн илӗҫ те суту-илӳ хучӗ ҫырса, пичет пусса хурӗҫ, кӳнтеленсене чӗнӗҫ — ку вӑл Вениамин ҫӗрӗнче те, Иерусалим таврашӗнче те, Иуда хулисенче те, сӑрт-ту ҫинчи хуласенче те, айлӑмри хуласенче те, кӑнтӑрти хуласенче те ҫапла пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Иеремийӑна хурал картишӗнче тытнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">[ҫӗре] пултарнӑ Ҫӳлхуҫа, ҫӗре йӗркелесе янӑ-ҫирӗплетнӗ Ҫӳлхуҫа, — Унӑн ячӗ Ҫӳлхуҫа, — ҫапла калать:</verse>
				<verse number="3">Мана чӗн — Эпӗ сана хуравлӑп, сана хӑв пӗлменнине, пӗлме те пултарайманнине пӗлтерӗп.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫак хула ҫурчӗсем ҫинчен, Иудея патшисен керменӗсем ҫинчен — тӑшман хӗҫӗпе ишӗлчӗк купи пуласскерсем ҫинчен — ҫапла калать:</verse>
				<verse number="5">унта пурӑнакансем халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма каяҫҫӗ, хӑйсен ҫурчӗсем вара вилепе — Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа пӗтерес ҫынсен виллисемпе — тулса ларӗҫ, ҫав ҫынсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Эпӗ ҫак хуларан Хамӑн сӑнӑма пытартӑм.</verse>
				<verse number="6">Анчах та Эпӗ хулана сиплӗп, эмеллӗп, Эпӗ вӗсене сыватӑп, вӗсене тулли тӑнӑҫлӑхпа чӑнлӑх ҫулне уҫса парӑп,</verse>
				<verse number="7">Иудӑпа Израиле тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсене малтанхи пекех ҫирӗплетӗп,</verse>
				<verse number="8">вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ — Эпӗ вӗсене мӗнпур усаллӑхӗнчен тасатӑп, вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ — Эпӗ вӗсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫне каҫарӑп.</verse>
				<verse number="9">Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир: «вӑл пуш-пушӑ, унта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук» теекен вырӑнта, — пушӑ, ҫынсӑр, выльӑх-чӗрлӗхсӗр Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче, —</verse>
				<verse number="11">каллех савӑнӑҫпа хаваслӑх сасси, кӗрӳ каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр сасси янӑраса тӑрӗ! Кунта Турӑ Ҫуртӗнче тав парни кӳрекенсен сасси илтӗнсе тӑрӗ: «Саваоф Ҫӳлхуҫана мухтӑр — Ҫӳлхуҫа ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе!» Эпӗ ҫак ҫӗрӗн шӑпине улӑштарӑп, пурте унчченхи пек пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӗ ҫынсӑр, выльӑх-чӗрлӗхсӗр выртакан пуш-пушӑ вырӑнта, ҫак мӗнпур хула таврашӗнче кӗтӳлӗхсем пулӗҫ, кӗтӳҫӗсем унта хӑйсен кӗтӗвне кантарӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Сӑрт-ту ҫинчи хуласенче, айлӑмри хуласенче, кӑнтӑрти хуласенче, Вениамин ҫӗрӗ ҫинче, Иерусалим таврашӗнче — Иудейӑн пӗтӗм хули таврашӗнче — каллех кӗтӳсем ҫӳрӗҫ, вӗсем шутласа тӑраканӗн алли айӗнчен тухӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="14">Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе Иуда килӗ ҫинчен каланӑ ырӑ сӑмахӑм вырӑна килес кунсем ҫитӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="15">Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Эпӗ Давидӑн сӑваплӑ Хунавне ҫитӗнтерӗп, Вӑл вара ҫӗр ҫинче тӳрӗ сут туса тӑрӗ, тӗрӗссине тӑвӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав кунсенче Иуда ҫӑлӑнса юлӗ, Иерусалим шанчӑклӑ пурӑнӗ, Ӑна вара: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» тесе ят парӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давид йӑхӗнче Израиль килӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан ар пӗтмӗ,</verse>
				<verse number="18">левит-священниксен те Ман куҫӑм умӗнче ӗмӗрӗпех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳме, тырӑ-пулӑ парни ҫунтарма, кулленхи парнесене кӳме ар ҫитменни пулмӗ, тет.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Манӑн кунпа хывнӑ халалӑма, каҫпа хывнӑ халалӑма, кунпа каҫ хӑй вӑхӑтӗнче килсе тӑнине пӑрахӑҫлаятӑр пулсассӑн,</verse>
				<verse number="21">Манӑн Давид чурампа хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ: унӑн тӑхӑмӗнче патша пуканӗ ҫинче лараканӗ пулмӗ, Маншӑн ӗҫлесе тӑракан левит-священниксемпе хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлти ҫара шутласа кӑлараймастӑн, тинӗс хӑйӑрне виҫсе тухаймастӑн — Эпӗ Давид чурамӑн йӑхне тата Маншӑн ӗҫлесе тӑракан левитсене ҫапла йышлӑлантарса ярӑп, тет.</verse>
				<verse number="23">Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="24">курмастӑн-им? ку халӑх: «Хӑй суйласа илнӗ ҫав икӗ йӑха Ҫӳлхуҫа пӑрахрӗ» тет. Ҫапла вӗсем Ман халӑхӑма тиркеҫҫӗ, вӗсен шучӗпе ку халӑх — халӑх та мар иккен.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ, кунпа та каҫпа халал хывнӑ евӗр, тӳпепе ҫӗр йӗркине ҫирӗплетнӗ евӗр,</verse>
				<verse number="26">Иаков тӑхӑмӗсене, Хамӑн Давид чурамӑн тӑхӑмӗсене пӑрахмӑп: вӗсем хушшинчен Авраампа Исаак тата Иаков тӑхӑмӗсем валли патша суйласа илӗп! Эпӗ вӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, каҫарӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Вавилон патши Навуходоносорпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ, ҫӗр ҫинчи ӑна пӑхӑнса тӑракан мӗнпур патшалӑхпа мӗнпур халӑх Иерусалима тата таврари хуласене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудея патши Седекия патне кай та кала, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патши аллине паратӑп, вӑл ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ;</verse>
				<verse number="3">эсӗ те унран хӑтӑлаймӑн, ун аллине лекетӗнех; эсӗ Вавилон патши умне тӑрӑн, вӑл санпа куҫа-куҫӑн калаҫӗ, эсӗ вара Вавилона кайӑн.</verse>
				<verse number="4">Эппин, Седекия, Иудея патши, итле-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахне! Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ҫапла калать: эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн;</verse>
				<verse number="5">эсӗ тӑнӑҫлӑн вилӗн; аҫусемшӗн, — хӑвӑнччен малтан пулнӑ ӗлӗкхи патшасемшӗн, — вӗсене пытарнӑ чухне ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ пек, саншӑн та ҫапла тӗтӗрӗҫ, саншӑн та: «хуйхӑ ҫитрӗ! ах, патшамӑр!» тесе хӳхлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫак сӑмаха Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="6">Иеремия пророк Иерусалимра ҫак сӑмахсене пурне те Седекияна, Иудея патшине, каласа панӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫав хушӑра Вавилон патшин ҫарӗ Иерусалима хирӗҫ, Иудейӑн халлӗхе тӗрӗс-тӗкел юлнӑ хулисене хирӗҫ, Лахиспа Азекӑна хирӗҫ, ҫапӑҫнӑ; Иудея хулисенчен ӗнтӗ ҫакӑ икӗ тӗреклӗлетнӗ хула ҫеҫ юлнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Седекия патша пӗтӗм халӑхпа, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм халӑхпа, чурасене ирӗке кӑларасси ҫинчен, — кашнийӗнех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине, еврейпе еврей хӗрарӑмне, ирӗке ярасси ҫинчен, никамӑн та иудее, хӑйӗн тӑванне, чуралӑхра тытма юраманни ҫинчен, — сӑмах татнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ.</verse>
				<verse number="9"></verse>
				<verse number="10">Патшапа татнӑ сӑмахпа килӗшӳллӗн, аслӑ пуҫлӑхсем те, пӗтӗм халӑх та кашниех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине ирӗке яма килӗшнӗ, вӗсене малашне чуралӑхра тытас мар тесе, вӗсене ирӗке кӑларнӑ;</verse>
				<verse number="11">анчах ҫавӑн хыҫҫӑн, шухӑшне улӑштарса, ирӗке янӑ арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасене каялла илме тытӑннӑ, ирӗксӗрлесех вӗсене каллех чура туса хунӑ.</verse>
				<verse number="12">Вара Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм та каларӑм:</verse>
				<verse number="14">«ҫиччӗмӗш ҫул вӗҫӗнче кашниех хӑвӑр тӑванна, еврее, хӑйне сана сутнӑскере, ирӗке ярӑр; вӑл саншӑн ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, вара ӑна ирӗке яр» терӗм; анчах сирӗн аҫӑрсем Мана итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Эсир халӗ Ман умӑмра ӳкӗнтӗр те питӗ тӗрӗс турӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене ирӗке кӑлартӑр, Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртӑмра Ман умӑмра сӑмах татрӑр;</verse>
				<verse number="16">анчах кайран шухӑшӑра улӑштартӑр та Манӑн ята ятӑр: кӑмӑлне кура кирек ӑҫта каймалла ирӗке янӑ чурасене каялла хӑвӑр патӑра тавӑртӑр, вӗсене каллех чурасем туса хутӑр.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп;</verse>
				<verse number="18">Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, —</verse>
				<verse number="19">касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, —</verse>
				<verse number="20">хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Иудея патшине Седекияна тата унӑн улпучӗсене Эпӗ хӑйсен тӑшманӗсен аллине тата вӗсенӗн чунне шыракансен аллине, каялла кайнӑ Вавилон патши ҫарӗн аллине паратӑп.</verse>
				<verse number="22">Ман ирӗкӗмпе тӑшмансем ҫак хула патне каялла таврӑнӗҫ, ӑна ҫавӑрса илӗҫ, туртса илӗҫ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗҫ; Иудея хулисене никам пурӑнман пушхир туса хурӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ:</verse>
				<verse number="2">Рехав ывӑлӗсем патне кайса калаҫ, вӗсене Турӑ Ҫуртӗнчи пӗр пӳлӗме илсе кил те эрех пар.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ Иазанияна — Авациния ывӑлӗн Иеремийӑн ывӑлне — унӑн тӑванӗсене, унӑн пур ывӑлне, Рехавӑн пӗтӗм кил-йышне чӗнсе илтӗм те</verse>
				<verse number="4">вӗсене Турӑ Ҫуртне, Анан — Турӑ ҫыннийӗн Годолия ывӑлӗн — ывӑлӗсен пӳлӗмне илсе кӗтӗм, ҫав пӳлӗм улпутсен пӳлӗмӗ ҫывӑхӗнче, Турӑ Ҫурчӗн уратине хураллакан Маасейӗн, Селлум ывӑлӗн, пӳлӗмӗ тӑрринче вырӑнаҫнӑччӗ;</verse>
				<verse number="5">Рехав килӗн ывӑлӗсем умне эрех тултарнӑ кӑкшӑмпа куркасем лартрӑм та: эрех ӗҫӗр, терӗм.</verse>
				<verse number="6">Анчах вӗсем ҫапла каларӗҫ: эпир эрех ӗҫместпӗр; Рехав ывӑлӗ Ионадав, пирӗн аттемӗр, пире: «эсир хӑвӑр та, сирӗн ачӑрсем те ӗмӗрне те эрех ан ӗҫӗр;</verse>
				<verse number="7">ҫурт та ан лартӑр, вӑрлӑх та ан акӑр, иҫӗм пахчисем те ан ӗрчетӗр, вӗсем ан пулччӑр сирӗн, ӗмӗрӗр тӑршшӗпех чатӑрта пурӑнӑр, ҫапла сирӗн хӑвӑр куҫса ҫӳрекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр» тесе хушса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="8">Эпир вара аттемӗр — Рехав ывӑлӗ Ионадав — сӑмахне, вӑл мӗн ӳкӗтленине пур тӗлӗшрен те итлерӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн та, арӑмсен те, ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсен те ӗмӗрне те эрех ӗҫмелле мар,</verse>
				<verse number="9">хамӑра пурӑнма ҫурт лартмалла мар; ӗнтӗ пирӗн иҫӗм ҫырли пахчи те, акнӑ ана та ҫук;</verse>
				<verse number="10">пурӑнасса вара чатӑрта пурӑнатпӑр, пур ӗҫе те хамӑр аттемӗр Ионадав хушса хӑварнӑ пек тӑватпӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫак ҫӗр ҫине Вавилон патши Навуходоносор килсе кӗрсессӗн, эпир: «халдейсен ҫарӗнчен, арамейсен ҫарӗнчен Иерусалима куҫса каяр» терӗмӗр, халӗ акӑ Иерусалимра пурӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="13">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кай та Иудея арӗсемпе Иерусалимра пурӑнакансене кала: ара, сире ҫакӑ та ӑса вӗрентмест-ши, эсир Ман сӑмахӑмсене итлемӗр-ши? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="14">Рехав ывӑлӗ Ионадав хӑйӗн ывӑлӗсене эрех ӗҫме хушман ӳкӗте тытса пырса вӗсем паян кунччен те эрех ӗҫмеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ хушса хӑварнине итлеҫҫӗ; Эпӗ вара сире пӗр чарӑнмасӑр, ҫине-ҫинех каларӑм, эсир пурӗпӗр Мана итлемерӗр.</verse>
				<verse number="15">Сирӗн патӑра Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм, каларӑм сире: «кашнийӗ усал ҫулӑртан пӑрӑнӑр, юсанӑр, урӑх турӑсен ирӗкне тӑвас тесе вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вара Эпӗ сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр» терӗм, анчах эсир ҫакна хӑлхана чикмерӗр, Мана итлемерӗр.</verse>
				<verse number="16">Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн ачисем ашшӗ каласа хӑварнӑ ӳкӗте итлеҫҫӗ, Мана вара ҫак халӑх итлемест,</verse>
				<verse number="17">ҫавӑншӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Иудея ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине вӗсем пирки Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, чӗнтӗм — вӗсем хирӗҫ чӗнмерӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Рехав килне вара Иеремия ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Ионадав аҫӑр сӑмахне итленӗшӗн, унӑн ӳкӗчӗсене пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тытса пынӑшӑн,</verse>
				<verse number="19">ҫакӑншӑн, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн йӑхӗ нихӑҫан та Ман умӑмран ҫухалмӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">хут чӗркемӗ ил те ун ҫине Эпӗ сана Израильпе Иуда ҫинчен, пур халӑх ҫинчен мӗн каланине — Иосия кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунччен каланӑ сӑмахсене — ҫырса хур;</verse>
				<verse number="3">тен, Иуда килӗ Эпӗ вӗсене мӗнешкел хӗн-хур кӑтартма шухӑшласа хуни ҫинчен ӑнланса илӗ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ, вара Эпӗ вӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп.</verse>
				<verse number="4">Иеремия вара Варуха, Нирия ывӑлне, чӗнсе илнӗ, Иеремия ӑна Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа тӑнӑ, Варух ҫав мӗнпур сӑмаха хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="5">Иеремия Варуха хытарсах каланӑ: мана Турӑ Ҫуртне кӗме чарнӑ;</verse>
				<verse number="6">ҫавӑнпа кай та хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунине — эпӗ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — типӗ тытнӑ кун Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче халӑх илтмелле, хӑйсен хулисенчен килнӗ мӗнпур иудей илтмелле вуласа пар;</verse>
				<verse number="7">тен, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашшӑн йӑлӑнӗҫ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ: Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх валли питех те пысӑк ҫилӗпе хаярлӑх хатӗрленӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Варух, Нирия ывӑлӗ, Иеремия пророк хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене вуласа пама хушнине пӗтӗмпех тунӑ.</verse>
				<verse number="9">Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, тӑххӑрмӗш уйӑхра, Ҫӳлхуҫа умӗнче Иерусалимри пӗтӗм халӑха тата Иерусалима Иудея хулисенчен килнӗ пӗтӗм халӑха типӗ тытасси ҫинчен пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="10">Варух ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Сафан ывӑлӗ Гемария ҫыруҫӑн пӳлӗмӗнче, Турӑ Ҫурчӗн ҫӗнӗ хапхи патӗнче, ҫӳлти картишӗнче, Иеремия сӑмахӗсене пӗтӗм халӑх илтмелле вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="11">Михей — Сафан ывӑлӗн Гемарийӑн ывӑлӗ — хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пӗтӗмпех илтнӗ,</verse>
				<verse number="12">вӑл патша керменне, ҫыруҫӑсен пӳлӗмне, аннӑ, ҫав вӑхӑтра унта аслӑ пуҫлӑхсем ларнӑ: патша ҫыруҫи Елисам, Семаия ывӑлӗ Делаия, Ахбор ывӑлӗ Елнафан, Сафан ывӑлӗ Гемария, Анания ывӑлӗ Седекия тата ытти пуҫлӑхсем те;</verse>
				<verse number="13">Михей вара вӗсене Варух хут чӗркемӗ тӑрӑх халӑх илтмелле вуласа панӑ мӗнпур сӑмаха каласа панӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑхсем Иегудие — Хусия ывӑлӗ Селемия ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлне — Варух патне: «ху халӑх илтмелле вуласа панӑ чӗркеме кунта илсе кил» тесе калама янӑ. Нирия ывӑлӗ Варух хут чӗркемне вӗсем патне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем ӑна: лар та пире те вуласа пар, тенӗ. Варух вӗсене вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав сӑмахсене пӗтӗмпе итлесе пӗтерсессӗн, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине хӑраса пӑхса илнӗ те Варуха каланӑ: эпир ҫак сӑмахсене патшана каласа кӑтартатпӑрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем Варухран ҫапла ыйтнӑ: кала-ха, эсӗ ҫакна мӗнле ҫыртӑн — хӑй каланинех-и?</verse>
				<verse number="18">Варух вӗсене каланӑ: хӑй каланинех, вӑл ҫак сӑмахсене каласа тӑчӗ, эпӗ ҫавна ҫак хут чӗркемӗ ҫине хурапала ҫырса хутӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ун хыҫҫӑн пуҫлӑхсем Варуха каланӑ: эсӗ те, Иеремия та кайса пытанӑр, эсир ӑҫтине никам та ан пӗлтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем вара патша патне кермене кайнӑ, хут чӗркемне патша ҫыруҫин Елисамӑн пӳлӗмне хӑварнӑ, вӗсем патшана ҫак сӑмахсене пӗтӗмпех каласа панӑ.</verse>
				<verse number="21">Патша Иегудие хут чӗркемне илсе килме хушса янӑ, Иегудий ҫав хут чӗркемне патша ҫыруҫин Елисамӑн пӳлӗмӗнчен илсе килнӗ; унтан Иегудий ӑна патшана, патша умӗнче тӑракан улпутсене вуласа панӑ.</verse>
				<verse number="22">Патша ун чухне, тӑххӑрмӗш уйӑхра, хӗллехи ҫуртра ларнӑ, ун умӗнче вучахра кӑвар ҫуннӑ.</verse>
				<verse number="23">Иегудий виҫӗ-тӑватӑ сыпӑк вуласа пӗтерсен, патша ҫавна ҫыру ҫӗҫҫипе каса-каса илнӗ те вучаха пӑрахнӑ, ҫапла хут чӗркемне нимӗн юлмиччен кӑвар ҫине пӑрахса ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫав сӑмахсене илтнӗ патша та, унӑн тарҫисем те хӑраса ӳкмен, хӑйсен тумтирне туртса ҫурман.</verse>
				<verse number="25">Елнафанпа Делаия тата Гемария ҫеҫ патшана хут чӗркемне ан ҫунтар тесе ӳкӗтлесе тӑнӑ, анчах вӑл вӗсене итлемен.</verse>
				<verse number="26">Патша вара патша ывӑлне Иерамеила, Азриил ывӑлне Сераияна тата Авдиил ывӑлне Селемияна Варух ҫыруҫӑпа Иеремия пророка ярса тытма хушнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсене пытарса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="27">Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="28">урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур;</verse>
				<verse number="29">вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн;</verse>
				<verse number="30">Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ;</verse>
				<verse number="31">Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп. Эпӗ вӗсене ҫакӑн ҫинчен каласа хунӑччӗ, анчах вӗсем итлемерӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Иеремия ӗнтӗ тепӗр хут чӗркемӗ илсе ӑна Нирия ывӑлне Варух ҫыруҫӑна панӑ та, лешӗ вара Иудея патши Иоаким вут-ҫулӑмра ҫунтарса янӑ хут чӗркемӗнчи Иеремия каласа тӑнӑ сӑмахсене пурне те ҫырса хунӑ; вӗсем ҫумне тата ҫавӑн йышши сӑмах та чылаях хушӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="37">
				<verse number="1">Иоаким ывӑлӗ Иехония вырӑнне патшана Иосия ывӑлӗ Седекия ларнӑ, ӑна Вавилон патши Навуходоносор Иудея ҫӗрӗн патши пулма лартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл хӑй те, унӑн тарҫисем те, ҫӗршыври халӑх та Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — Иеремия пророк урлӑ каланӑ сӑмахсене — итлемен.</verse>
				<verse number="3">Седекия патша Селемия ывӑлне Иегухала тата Маасея ывӑлне Софония священника Иеремия пророк патне: пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлту, тесе калама янӑ.</verse>
				<verse number="4">Иеремия вӑл вӑхӑтра халӑх хушшинче ирӗклӗн тухса-кӗрсе ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна тӗрме ҫуртне хупман пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="5">Ҫав хушӑра фараон ҫарӗ Египетран тапранса тухнӑ, Иерусалима хупӑрласа тӑракан халдейсем вара, ҫавна илтсессӗн, Иерусалим патӗнчен пӑрахса кайнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сире Ман патӑма ыйтма янӑ Иудея патшине ҫапла калӑр: акӑ сире пулӑшма тухнӑ фараон ҫарӗ хӑйӗн ҫӗрне, Египета, таврӑнать;</verse>
				<verse number="8">халдейсем вара татах килӗҫ те ҫак хулана хирӗҫ ҫапӑҫӗҫ, ӑна туртса илсе вутпа ҫунтарса ярӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «халдейсем пирӗнтен пурӗпӗрех хӑпӗҫ-ха» тесе хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр: вӗсем хӑпас ҫук;</verse>
				<verse number="10">эсир хӑвӑра хирӗҫ ҫапӑҫакан халдейсен пӗтӗм ҫарне ҫапса аркатас пулсан та, вӗсенӗн аманнисем ҫеҫ юлас пулсан та, вӗсем те пулин кашнийӗ хӑйӗн чатӑрӗнчен тухса ҫак хулана ҫунтарса янӑ пулӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Халдейсен ҫарӗ фараон ҫарӗнчен чакса Иерусалим патӗнчен пӑрахса кайнӑ вӑхӑтра</verse>
				<verse number="12">Иеремия Иерусалимран Вениамин ҫӗрне каясшӑн пулнӑ — хуларан халӑхпа пӗрле тарнӑ.</verse>
				<verse number="13">Анчах Вениамин хапхи патне ҫитсессӗн ӑна Анания ывӑлӗн Селемиян Иреия теекен ывӑлӗ, унта хурал пуҫлӑхӗ пулнӑскер, тытса чарнӑ та: эсӗ халдейсем патне тарса каясшӑн! тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Иеремия каланӑ: ку — суя; эпӗ халдейсем патне тарса каясшӑн мар, тенӗ. Анчах Иреия ӑна итлемен, ярса тытнӑ та Иеремийӑна пуҫлӑхсем патне илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="15">Иеремийӑна тарӑхса ҫитнӗ пуҫлӑхсем ӑна хӗнесе пӗтернӗ, унтан Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне, тӗрме туса хунӑскере, хупса лартнӑ.</verse>
				<verse number="16">Иеремия ҫапла ҫӗр айӗнчи тӗрмене лексе унта нумай кун ирттернӗ хыҫҫӑн</verse>
				<verse number="17">Седекия патша ун патне ҫынсем янӑ та ӑна хӑй патне илсе килме хушнӑ. Иеремийӑна патша керменне илсе пынӑ. Патша унран вӑрттӑн ыйтнӑ: Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулмарӗ-и? тенӗ. Иеремия: пулчӗ, тенӗ. Тата каланӑ: эсӗ Вавилон патшийӗн аллине лекетӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Седекия патшана Иеремия тата ҫапла каланӑ: эпӗ сан умӑнта, сан тарҫусем умӗнче, ҫак халӑх умӗнче мана тӗрмене хупмалӑх мӗн ҫылӑха кӗтӗм-ха?</verse>
				<verse number="19">тата: «Вавилон патши пире хирӗҫ, ҫак ҫӗре хирӗҫ каймасть» тесе пророкла каласа ҫӳренӗ пророкӑрсем ӑҫта сирӗн?</verse>
				<verse number="20">Эй патша хуҫамӑм, халӗ мана итле, эпӗ йӑлӑнни сан умна ӳктӗр; мана каялла Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне ан яр, унта вилес марччӗ манӑн.</verse>
				<verse number="21">Седекия патша вара Иеремийӑна хурал ҫуртӗнче хупса усрама хушнӑ; унта ӑна ҫӑкӑр пӗҫерекенсен урамӗнчен хулара ҫӑкӑр пӗтсе ҫитичченех кунне пӗрер пашалу парса тӑнӑ. Ҫапла вара Иеремия хурал ҫуртӗнче юлнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="38">
				<verse number="1">Матфан ывӑлӗ Сафатия, Пасхор ывӑлӗ Годолия, Селемия ывӑлӗ Юхал тата Малхия ывӑлӗ Пасхор Иеремия халӑха ҫак сӑмахсене каланине илтнӗ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ, халдейсем патне тухакансем вара чӗрӗ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене, вӗсем пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак хула пурӗпӗрех Вавилон патши ҫарӗн аллине лекӗ, вӑл ӑна туртса илӗ, тет.</verse>
				<verse number="4">Пуҫлӑхсем вара патшана каланӑ: ку ҫынна вӗлерес пулать — вӑл, ҫакӑн пек сӑмахсем каласа, ҫак хулара юлнӑ ҫар ҫыннисене тата пӗтӗм халӑха хавшатать; ку ҫын ҫак халӑха ырӑ сунмасть, усал сунать, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Седекия патша ҫапла каланӑ: вӑл — сирӗн аллӑрта, патша сирӗн кӑмӑлӑра хирӗҫ нимӗн те тӑваймасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Иеремийӑна ярса тытнӑ та патша ывӑлӗн Малхийӑн хурал картишӗнчи шыв тытмалли шӑтӑка янӑ, Иеремийӑна унта вӗрен вӗҫҫӗн антарнӑ; ҫав шӑтӑкра шыв пулман, пылчӑк анчах пулнӑ, Иеремия пылчӑк ӑшне путсах ларнӑ.</verse>
				<verse number="7">Авдемелех — эфиоп, патша керменӗнчи хайран — Иеремийӑна шӑтӑка лартни ҫинчен илтнӗ; патша ҫав вӑхӑтра Вениамин хапхи умӗнче ларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Авдемелех патша керменӗнчен тухнӑ та патшана каланӑ:</verse>
				<verse number="9">эй патша хуҫамӑм! ҫак ҫынсем Иеремия пророка шӑтӑка пӑрахса усал ӗҫ турӗҫ; вӑл унта выҫӑ вилет: хулара текех ҫӑкӑр юлмарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Патша вара Авдемелех эфиопа ҫапла хушнӑ: хӑвӑнпа пӗрле ҫакӑнтан вӑтӑр ҫын ил те Иеремия пророка вилсе кайиччен шӑтӑкран туртса кӑлар, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Авдемелех хӑйпе пӗрле ҫынсем илнӗ те патша керменӗнчи кӗлете кӗрсе, унтан кивелнӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑк илсе ҫавна вӗрен вӗҫҫӗн Иеремийӑна шӑтӑка антарса панӑ.</verse>
				<verse number="12">Авдемелех эфиоп Иеремийӑна ҫапла каланӑ: ҫак кивӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑка хул хушшине, вӗрен айне, майлаштарса хур, тенӗ. Иеремия ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="13">Иеремийӑна вара шӑтӑкран вӗренпе туртса кӑларнӑ; Иеремия хурал картишӗнче юлнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн хыҫҫӑн Седекия патша Иеремия пророка хӑй патне чӗнтерсе илнӗ, Турӑ Ҫурчӗн виҫҫӗмӗш алӑкӗ патӗнче патша Иеремийӑна каланӑ: эпӗ санран пӗр япала ыйтатӑп; эсӗ манран нимӗн те ан пытар, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Иеремия Седекияна каланӑ: эпӗ сана уҫҫӑн каласа парсан, эсӗ мана вӗлерттермӗн-и? эпӗ сана канаш парсан та, эсӗ мана итлемӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Седекия патша вара Иеремийӑна вӑрттӑн тупа тунӑ: пире пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана вӗлермӗп, сана чунна шыракансенӗн аллине те памӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ;</verse>
				<verse number="18">эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Седекия патша вара Иеремийӑна ҫапла каланӑ: эпӗ халдейсем енне куҫнӑ иудейсенчен хӑратӑп. Халдейсем мана ҫавсен аллине тытса парсассӑн, вӗсем мана мӑшкӑлласа пӗтерӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Иеремия каланӑ: тытса памаҫҫӗ; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне — мана каланӑ сӑмаха — итле, сана лайӑх пулӗ, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ.</verse>
				<verse number="21">Эхер те эсӗ халдейсем патне тухас мар тетӗн пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа уҫса панӑ сӑмах ҫакӑн пек:</verse>
				<verse number="22">акӑ Иудея патшин керменӗнче тӑрса юлнӑ мӗнпур арӑма Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне илсе кайӗҫ, ҫав арӑмсем вара ҫапла калӗҫ: «тусусем хӗтӗртрӗҫ сана, хӑйсем майлӑ ҫавӑрчӗҫ; шурлӑха путрӑн та — пӑрахса тарчӗҫ сана».</verse>
				<verse number="23">Санӑн мӗнпур арӑмна, мӗнпур ачуна халдейсем патне илсе кайӗҫ, эсӗ хӑв та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, сана Вавилон патшийӗн аллине тытса парӗҫ, вара ҫак хулана вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ямалла тӑвӑн.</verse>
				<verse number="24">Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн;</verse>
				<verse number="25">эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн,</verse>
				<verse number="26">вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.</verse>
				<verse number="27">Пуҫлӑхсем Иеремия патне пынӑ та унран тӗпчесе ыйтма пуҫланӑ, Иеремия вӗсене патша калама хушнӑ пекех каланӑ, пуҫлӑхсем вара урӑх нимӗн те ыйтман: вӗсем ҫав калаҫу мӗн ҫинчен пулнине пӗлмен-ҫке.</verse>
				<verse number="28">Иеремия хурал картишӗнче Иерусалима ярса илес кун ҫитичченех юлнӑ. Ӗнтӗ Иерусалима ярса илнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="39">
				<verse number="1">Седекия тӑххӑрмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн мӗнпур ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Седекия вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вара, тӑваттӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче, хула хӳмине ҫӗмӗрсе кӗнӗ.</verse>
				<verse number="3">Вавилон патшийӗн пуҫлӑхӗсем Самгар ҫынни Нергал-Шарецер, хайрансен пуҫлӑхӗ Нево Сарсехим, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем те пурте хулана кӗрсе кайнӑ та Вӑтам хапха умӗнче вырӑнаҫса ларнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсене курсассӑн, Иудея патши Седекия тата пӗтӗм ҫар ҫынни тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ, вӗсем ҫӗрле патша сачӗ тӗлӗпе иртсе икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухнӑ та айлӑмри ҫулпа кайнӑ.</verse>
				<verse number="5">Анчах халдейсен ҫарӗ вӗсене хыҫран хӑваланӑ; Седекияна Иерихон айлӑмӗнче хӑваласа ҫитнӗ; ӑна ярса тытнӑ та Вавилон патши Навуходоносор патне Ривла хулине, Емаф ҫӗрне, илсе кайнӑ, Навуходоносор Седекияна ҫавӑнта сут тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Вавилон патши Ривла хулинче Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Вавилон патши Иудея улпучӗсене те пурне те чике-чике вӗлернӗ;</verse>
				<verse number="7">ӗнтӗ Седекиян куҫне чиксе шӑтарнӑ, вара, тӑлласа, ӑна Вавилона хӑваласа кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Патша керменне те, ахаль ҫынсен ҫурчӗсене те халдейсем вутпа ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="9">Хулара тӑрса юлнӑ халӑха, хӑй патне тарса пынисене тата ытти ҫынсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилона куҫарса кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Питех те чухӑннисене сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан Иудея ҫӗрӗнчех хӑварнӑ, вӑл ҫавӑн чухнех вӗсене иҫӗм ҫырли пахчисемпе хирсем панӑ.</verse>
				<verse number="11">Иеремия пирки вара Вавилон патши Навуходоносор сыхлавҫӑсен пуҫлӑхне Навузардана ҫакӑн пек тума хушнӑ:</verse>
				<verse number="12">ӑна илсе кил те тӑрӑш уншӑн, нимӗн япӑххи те ан ту, хӑй сана мӗн каланине туса тӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан, хайрансен пуҫлӑхӗ Навузазван, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем ҫын янӑ та</verse>
				<verse number="14">Иеремийӑна хурал картишӗнчен илсе килтернӗ, ӑна Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна килне ӑсатса яма хушнӑ. Иеремия вара халӑх хушшинчех юлнӑ.</verse>
				<verse number="15">Хурал картишӗнче хупса усранӑ чухне Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="16">кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: халӗ Эпӗ ҫак хула ҫинчен Хам мӗн каланине вырӑна килтерӗп, анчах ырри мар, усалли лекӗ вӗсене, эсӗ ӑна ҫав кунах курӑн;</verse>
				<verse number="17">анчах ҫав кун Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ ху хӑракан ҫынсен аллине лекмӗн.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн, пурӑнӑҫу сана тупӑшу вырӑнне юлӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Мана шанса тӑтӑн, тенӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="40">
				<verse number="1">Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, сӑнчӑрланӑ Иеремийӑна тыткӑна лекнӗ, Вавилона куҫарса каймалли халӑх хушшинче — Иерусалимпа Иудея ҫыннисем хушшинче — шыраса тупса Рама хулинчен ирӗке кӑларса янӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ,</verse>
				<verse number="3">халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.</verse>
				<verse number="4">Акӑ сана паян аллуна тӑхӑнтартнӑ сӑнчӑртан хӑтаратӑп: кӑмӑлу пулсан манпа пӗрле Вавилона пыр, эпӗ саншӑн тӑрӑшӑп; манпа пӗрле Вавилона пырас темесессӗн — юлах вара. Акӑ пӗтӗм ҫӗр сан умӑнта: кӑмӑлу ӑҫта туртать, ӑҫта каяс тетӗн, ҫавӑнта кай.</verse>
				<verse number="5">Кунта юлас тесессӗн Годолия патне — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ патне — кай, ӑна Вавилон патши Иудея хулисен пуҫлӑхӗ туса хучӗ, ӗнтӗ унпа пӗрле халӑх хушшинче юл; е кӑмӑлу ӑҫта туртать, ҫавӑнта кай, тенӗ. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ӑна апат-ҫимӗҫ, парне панӑ та ирӗке янӑ.</verse>
				<verse number="6">Иеремия вара Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифа хулине кайнӑ, ун патӗнче, ҫӗршыврах хӑварнӑ халӑх хушшинче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫар пуҫлӑхӗсем, хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле пушхире тарса пытаннӑскерсем, Вавилон патши Ахикам ывӑлне Годолийӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне лартнине, ӑна Вавилона куҫарса кайман арҫынсемпе хӗрарӑмсене, ачасене — ҫӗршыври чи чухӑн ҫынсене — шанса панине пӗлнӗ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара Годолия патне Массифа хулине хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле Нафания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗсем Иоананпа Ионафан, Фанасмеф ывӑлӗ Сераия, Нетофафа хулинчен Офи ывӑлӗсем тата Махафа ывӑлӗ Иезония ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="9">Годолия — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ — вӗсене, вӗсен ҫыннисене шантарса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса пурӑнма ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче юлӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, сире лайӑх пулӗ;</verse>
				<verse number="10">эпӗ вара Массифа хулинчех юлӑп та хамӑр патӑмӑра килсе ҫӳрекен халдейсем умӗнче халӑх ячӗпе калаҫӑп; эсир эрех, ҫуллахи ҫимӗҫсем, ҫу пуҫтарӑр, вӗсене хӑвӑр савӑтӑрсене тултарӑр, хӑвӑр йышӑннӑ хулӑрсенче пурӑнӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Моав ҫӗрӗнчи, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи, Идумейӑри тата ытти ҫӗршывсенчи иудейсем те Вавилон патши иудейсен пӗр пайне хӑварса вӗсен пуҫлӑхӗ пулма Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна лартни ҫинчен илтнӗ;</verse>
				<verse number="12">вара ҫак иудейсем пурте хӑйсене хӑваласа янӑ вырӑнсенчен Иудея ҫӗрне Годолия патне Массифа хулине таврӑннӑ, вӗсен ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫӗ те, эрехӗ те ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав хушӑра Карей ывӑлӗ Иоанан тата пушхире пытаннӑ ҫар пуҫлӑхӗсем Годолия патне Массифа хулине пынӑ та</verse>
				<verse number="14">ӑна каланӑ: эсӗ Аммон ывӑлӗсенӗн патши Ваалис кунта Исмаила, Нафания ывӑлне, сана вӗлерме янине пӗлетӗн-и? тенӗ. Анчах Ахикам ывӑлӗ Годолия вӗсене ӗненмен.</verse>
				<verse number="15">Вара Иоанан, Карей ывӑлӗ, Массифа хулинче Годолийӑна вӑрттӑн каланӑ: ирӗк пар мана, эпӗ Нафания ывӑлне Исмаила кайса вӗлеретӗп, ҫавна никам та пӗлмӗ; мӗншӗн-ха вӑл сана вӗлерессе кӗтсе тӑмалла, мӗншӗн-ха сан патна пухӑннӑ иудейсене саланса кайма, Иудӑн юлашки йышне пӗтме памалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Анчах Годолия — Ахикам ывӑлӗ — Карей ывӑлне Иоанана ҫапла каланӑ: ун пек ан ту, Исмаил пирки эсӗ тӗрӗс мар калатӑн, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="41">
				<verse number="1">Ҫиччӗмӗш уйӑхра ҫапла пулнӑ: патша йӑхӗнчен тухнӑ Исмаил — Елисам ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлӗ — тата патша улпучӗсемпе тепӗр вунӑ ҫын Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифӑна пынӑ, унта, Массифӑра, пурте пӗрле ларса апат-ҫимӗҫ ҫинӗ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ Нафания ывӑлӗ Исмаил тата унпа пӗрле пынӑ вунӑ ҫын сасартӑк сиксе тӑнӑ та Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ Годолийӑна, хӗҫпе касса вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="3">Исмаил тата Годолийӑпа пӗрле Массифӑра пулнӑ мӗнпур иудее те, унта тӑракан халдейсене те — ҫар ҫыннисене — вӗлерсе пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="4">Годолийӑна вӗлерсен тепӗр кунне, ҫакӑн ҫинчен никам та пӗлмен вӑхӑтра,</verse>
				<verse number="5">Сихемрен, Силомран тата Самарирен сухалне хырнӑ, ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑннӑ, суранланса пӗтнӗ сакӑрвунӑ ҫын ҫитнӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӳмешкӗн парнесемпе ливан илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="6">Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Массифӑран вӗсене хирӗҫ тухса йӗре-йӗре утса пынӑ, вӗсене тӗл пулсассӑн ҫапла каланӑ: Ахикам ывӑлӗ Годолия патне кайӑр.</verse>
				<verse number="7">Лешӗсем хула варрине ҫитсенех Нафания ывӑлӗпе Исмаилпа унӑн ҫыннисем вӗсене вӗлерсе тухнӑ та виллисене шыв тытмалли шӑтӑка пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫав сакӑрвунӑ ҫынран вуннӑшӗ Исмаила тархасланӑ: пире ан вӗлер, хирте пирӗн тулӑпа урпа, ҫупа пыл пытарнӑ кӗлетсем пур, тенӗ. Исмаил вара хӑйне хӑй тытса чарнӑ та вӗсене ытти тӑванӗсемпе пӗрле вӗлермен.</verse>
				<verse number="9">Годолийӑна пула вӗлернӗ ҫынсен виллисене пӑрахнӑ шӑтӑка Аса патша Израиль патшинчен Ваасӑран хӑранипе тутарнӑ пулнӑ; ӗнтӗ унта Нафания ывӑлӗ Исмаил вилнӗ ҫынсене пӑрахса тултарнӑ.</verse>
				<verse number="10">Исмаил вара Массифӑра тӑрса юлнӑ пӗтӗм халӑха, патша хӗрӗсене, Массифӑри мӗнпур ҫынна, — вӗсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна шанса панӑ пулнӑ, — тыткӑна илнӗ; Исмаил вӗсене тыткӑна илнӗ те Аммон ывӑлӗсем патне ҫул тытнӑ.</verse>
				<verse number="11">Анчах та Карей ывӑлӗ Иоанан тата унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Нафания ывӑлӗ Исмаил тунӑ усал ӗҫсем ҫинчен илтсессӗн</verse>
				<verse number="12">хӑйсен пӗтӗм ҫыннине илнӗ те Нафания ывӑлне Исмаила хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, ӑна Гаваонра, пысӑк пӗве хӗрринче, хӑваласа ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="13">Ӗнтӗ Исмаил аллине лекнӗ халӑх Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле килнӗ ҫарпуҫсене курсассӑн савӑнса ӳкнӗ;</verse>
				<verse number="14">вара Исмаил Массифӑран илсе тухнӑ халӑх каялла ҫаврӑннӑ та Карей ывӑлӗ Иоанан ушкӑнне хутшӑннӑ;</verse>
				<verse number="15">Нафания ывӑлӗ Исмаил вара хӑйӗн сакӑр ҫыннипе пӗрле Иоананран тарса Аммон ывӑлӗсем патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне Карей ывӑлӗ Иоанан, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн Массифӑран хӑваласа тухнӑ пӗтӗм халӑха — арҫынсене, ҫар ҫыннисене, хӗрарӑмсемпе ачасене, хайрансене — Гаваонран хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="17">кайсан-кайсан Вифлеем ҫывӑхӗнчи Химам ялӗнче чарӑнса тӑнӑ, унтан вӗсем Египета</verse>
				<verse number="18">халдейсенчен хӑпса каясшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенчен хӑранӑ; хӑрасси Исмаил — Нафания ывӑлӗ — Ахикам ывӑлне Годолийӑна, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑскере, вӗлернинчен килнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="42">
				<verse number="1">Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та</verse>
				<verse number="2">Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр,</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иеремия пророк вӗсене каланӑ: илтрӗм, эсир каланӑ пек, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑп, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине сире пӗлтерӗп, пӗр сӑмахне те пытармӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем Иеремийӑна каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ кӳнтелен пултӑр — эпир санӑн Ҫӳлхуҫа Турру пире сан урлӑ мӗн каланине чӑн-чӑнах туса пырӑпӑр:</verse>
				<verse number="6">лайӑх пулӗ-и, япӑх пулӗ-и ҫавӑ — эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлӗпӗр, сана ҫавӑнта Ун патне яратпӑр; Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра итлесессӗн пире лайӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="7">Вунӑ кун иртсессӗн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те</verse>
				<verse number="9">вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать:</verse>
				<verse number="10">эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.</verse>
				<verse number="11">Хӑвӑр хӑраса тӑракан Вавилон патшинчен ан хӑрӑр; унран ан шикленӗр — сире ун аллинчен хӑтармашкӑн Эпӗ сирӗнпе пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ сире ырӑлӑх кӳрӗп те, вӑл та сире ырӑ тӑвӗ, сире хӑвӑрӑн ҫӗрӗр ҫине каялла тавӑрӗ.</verse>
				<verse number="13">Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн,</verse>
				<verse number="14">«ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн,</verse>
				<verse number="15">Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн,</verse>
				<verse number="16">хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.</verse>
				<verse number="17">Египета кайма, ҫавӑнта вӑхӑтлӑх пурӑнма хатӗрленнӗ пӗтӗм халӑх хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗ, пӗри те чӗрӗ юлмӗ, Эпӗ яракан хӗн-асапран хӑтӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="18">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Хамӑн ҫиллӗме, Хамӑн хаярлӑхӑма Иерусалим ҫыннисем ҫине ҫитернӗ пек, эсир Египета кӗрсен сирӗн ҫине те Хамӑн хаярлӑхӑма ҫитерӗп, эсир ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли те ҫын мӑшкӑлӗ пулса тӑратӑр, ҫак ҫӗре вара урӑх кураймӑр.</verse>
				<verse number="19">Сире, Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа: «Египета ан кайӑр» тет; эпӗ паян хӑвӑра асӑрхаттарнине лайӑх пӗлсе тӑрӑр —</verse>
				<verse number="20">эсир хӑвӑра хӑвӑр ҫылӑха кӗртрӗр: эсир мана Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр патне ҫапла каласа ятӑр: «пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлту, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр мӗн каланине пурне те пире пӗлтер, эпир Вӑл каланине тӑвӑпӑр» терӗр.</verse>
				<verse number="21">Халӗ эпӗ сире пӗлтертӗм; анчах эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне, Вӑл ман урлӑ мӗн хушса янине итлемерӗр.</verse>
				<verse number="22">Апла пулсан пӗлсех тӑрӑр: эсир хӑвӑр вӑхӑтлӑх пурӑнма каяс теекен ҫӗрте хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтетӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="43">
				<verse number="1">Иеремия пророк пӗтӗм халӑха хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри каланӑ сӑмахсене, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри халӑха Иеремия урлӑ пӗлтернӗ сӑмахсене, каласа парсассӑн,</verse>
				<verse number="2">Осаия ывӑлӗ Азария, Карей ывӑлӗ Иоанан тата ытти чӑрсӑр ҫынсем Иеремийӑна каланӑ: эсӗ тӗрӗссине каламастӑн, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сана: «Египета ан кайӑр, унта ан вырӑнаҫӑр» теме яман;</verse>
				<verse number="3">сана Варух, Нирия ывӑлӗ, пире хирӗҫ хӗтӗртет, пире халдейсен аллине парас тет-и вӑл, пире вӗлерччӗр, Вавилона тыткӑна илсе кайччӑр тет-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Карей ывӑлӗ Иоанан, ҫарпуҫсем тата пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа хушнине — Иудея ҫӗрӗнче юлӑр тенине — итлемен.</verse>
				<verse number="5">Карей ывӑлӗ Иоананпа ҫарпуҫсем вара хӑйсене хӑваласа янӑ пӗтӗм халӑх хушшинчен Иуда ҫӗрӗнче пурӑнмашкӑн таврӑннӑ иудейсен йӑлкӑмне,</verse>
				<verse number="6">упӑшкисемпе арӑмӗсене, ачисене, патша хӗрӗсене тата Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ — Годолийӑпа, Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗпе, хӑварнӑ мӗнпур ҫынна, Иеремия пророка, Нирия ывӑлне Варуха илнӗ те</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр Египет ҫӗрне кайнӑ, ҫапла Тафниса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="8">Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="9">пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур,</verse>
				<verse number="10">вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ,</verse>
				<verse number="11">вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Египет туррисен ҫурчӗсене вут-ҫулӑм тивертӗп; патша хӑш туррисене ҫунтарса ярӗ, хӑш туррисене тыткӑна илса кайӗ, кӗтӳҫӗ хӑйӗн тумтирне тӑхӑннӑ пек, вӑл Египет ҫӗрне тӑхӑнӗ те лӑпкӑн ҫеҫ тухса кайӗ;</verse>
				<verse number="13">Египетра Хӗвел Килӗнчи юпасене аркатса тӑкӗ, Египет туррисен ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="44">
				<verse number="1">Иеремийӑна Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан, Магдолра, Тафнисра, Нофӑра тата Пафрос ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ пӗтӗм иудей ҫинчен каланӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="2">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Эпӗ Иерусалим ҫине, Иудейӑн мӗнпур хули ҫине янӑ хӗн-асапа куртӑр; ҫав хуласем вырӑнӗнче паян ишӗлчӗк купи ҫеҫ выртать, унта никам та пурӑнмасть,</verse>
				<verse number="3">ҫакӑ вӑл вӗсем усал ӗҫсем туса Мана ҫиллентернӗшӗн, хӑйсем те, эсир те, сирӗн аҫӑрсем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрсе вӗсене пуҫҫапса пурӑннӑшӑн пулчӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене, пророкӑмсене, ярсах тӑтӑм, «ҫак путсӗр ӗҫе ан тӑвӑр, Эпӗ ӑна кураймастӑп» тесе калама вӗсене ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм.</verse>
				<verse number="5">Анчах вӗсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ, усал ӗҫӗсене пӑрахмарӗҫ, ют турӑсене тӗтӗрме чарӑнмарӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Вара ҫиллӗм тулса ҫитрӗ те вӑл Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче хыпса ҫунчӗ; вӗсем ӗнтӗ ишӗлчӗк купи те пушхир пулса юлчӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Паян Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр патӑрта иудейсем хушшинчен упӑшкӑрсемпе арӑмӑрсене, ҫитӗнсе ҫитнӗ яшсемпе пӗчӗк ачӑрсене тӗппипе, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе,</verse>
				<verse number="8">хӑвӑр аллӑр ӗҫӗпе, хӑвӑр пурӑнма пынӑ Египет ҫӗрӗнче ют турӑсене тӗтӗрнипе Мана ҫиллентерсе мӗншӗн хӑвӑр чунӑршӑн ҫав тӗрлӗ усал ӗҫ тӑватӑр-ха эсир — хӑвӑра пӗтерес, ҫӗр ҫинчи ытти халӑхсем умӗнче ылханпа мӑшкӑл айне пулас тесе-и?</verse>
				<verse number="9">Ара, эсир аҫӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудея патшисемпе вӗсен арӑмӗсен усал ӗҫӗсене, хӑвӑрӑн тата хӑвӑр арӑмӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудейӑра, Иерусалим урамӗсенче мӗн пулса иртнине манса кайрӑр-им?</verse>
				<verse number="10">Эсир паян кунччен те чарӑнмарӑр, хӑрамастӑр, Эпӗ сире тата сирӗн аҫӑрсене кӑтартса панӑ саккунпа, Эпӗ панӑ йӗркесемпе пурӑнмастӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ,</verse>
				<verse number="12">ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Египет ҫӗрне Эпӗ, Иерусалима пынӑ пекех, хӗҫпе те выҫлӑхпа, мур чирӗпе пырӑп,</verse>
				<verse number="14">вара чӗрӗ юлнӑ иудейсенчен, Египет ҫӗрне ҫитсе унта вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑнаҫнӑскерсенчен, пӗри те хӑтӑлаймӗ, пӗри те сывӑ юлаймӗ, Иудея ҫӗрне таврӑнаймӗ; вӗсем пӗтӗм чун-чӗрипе Иудейӑна таврӑнасшӑн, ҫавӑнта пурӑнасшӑн, анчах унтан тарса тухнисемсӗр пуҫне пӗри те каялла таврӑнаймӗ.</verse>
				<verse number="15">Хӑйсен арӑмӗсем ют турӑсене тӗтӗрнине пӗлсе тӑракан пӗтӗм арҫын, ҫавӑнта йышлӑн тӑракан пӗтӗм хӗрарӑм, пӗтӗм халӑх — Египет ҫӗрӗнче, Пафросра пурӑнакансем — Иеремийӑна хуравласа ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="16">эпир сана итлеместпӗр, Ҫӳлхуҫа ятӗнчен каланӑ сӑмахусене итлеместпӗр!</verse>
				<verse number="17">эпир малашне те хамӑр тупа тунине туса тӑрӑпӑр: ҫӳлти ама турӑ умӗнче тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр — Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче унччен эпир хамӑр та, пирӗн аттесем те, патшасем те, ҫулпуҫсем те ҫапла тӑватчӗҫ. Ҫавӑнпа эпир тутӑччӗ, телейлӗччӗ, инкек-синкек мӗнне пӗлместӗмӗр!</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлти ама турра тӗтӗрме, ӑна эрех кӳме пӑрахнӑранпа вара эпир пур енӗпе те ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнатпӑр, хӗҫрен те выҫӑран вилетпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Хӗрарӑмсем вара ҫапла каланӑ: ҫӳлти ама турра тӗтӗрнине, ӑна эрех кӳнине эпир упӑшкасене пӗлтермесӗр тӑватпӑр-и вара, унӑн сӑнне ӳкернӗ пашалу пӗҫернине, ӑна эрех кӳнине вӗсенчен вӑрттӑн тӑватпӑр-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Иеремия пӗтӗм халӑха — арҫынсемпе хӗрарӑмсене, хӑйне хуравланӑ мӗнпур ҫынна — ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="21">эсир тата сирӗн аҫӑрсем, патшӑрсемпе пуҫлӑхӑрсем, ҫӗршывӑр халӑхӗ Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче ҫапла тӗтӗрнине асне илмерӗ-и-ха Ҫӳлхуҫа? Унӑн чӗрине ҫавӑ ларса юлман-и?</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа эсир тунӑ усал та ирсӗр ӗҫсене текех чӑтма пултарайман; ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ҫӗрӗр халӗ хӑвӑр курнӑ пек, пушхир, хӑрушӑ, ылханлӑ, ҫынсӑр пулса юлнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла тӗтӗрсе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, Унӑн сӑмахне итлеменшӗн, Унӑн саккунне, Унӑн йӗркисене, Вӑл хушнине уяса пурӑнманшӑн халӗ хӑвӑр куракан хӗн-асап ҫитнӗ те сире, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Иеремия пӗтӗм халӑха, пӗтӗм хӗрарӑма ҫапла каланӑ: эй Египет ҫӗрӗнчи иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр;</verse>
				<verse number="25">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хӑвӑрӑн тата арӑмӑрсен чӗлхи-ҫӑварӗ мӗн калать, сирӗн аллӑр ҫавна тӑвать; эсир: «мӗн асӑннине, мӗн тупа тунине пурӑнӑҫа килтерӗпӗр — ҫӳлти ама турра тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр» тетӗр — эппин, хӑвӑр тупа тунине ҫирӗп тытса пырӑр, мӗн асӑннине тӗп-тӗрӗс тӑвӑр.</verse>
				<verse number="26">Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.</verse>
				<verse number="27">Эпӗ сире ырӑ кӑтартма мар, пӗтермешкӗн сӑнаса тӑрӑп; Египет ҫӗрӗнчи иудейсем тӗппипех хӗҫпе, выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и.</verse>
				<verse number="29">Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.</verse>
				<verse number="30">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Иудея патшине Седекияна хӑйӗн тӑшманӗн аллине, унӑн чунне шыранӑ Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине, панӑ пек, Эпӗ Египет патшине, Вафрий фараона, хӑйӗн тӑшманӗсен аллине, унӑн чунне шыракансен аллине паратӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="45">
				<verse number="1">Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иеремия пророк Варуха, Нирия ывӑлне, каласа тӑрса хут чӗркемӗ ҫине ҫыртарнӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="2">Варух, сана Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать:</verse>
				<verse number="3">эсӗ: «мана хуйхӑ ҫитрӗ! Турӑ манӑн чирӗм ҫумне хурлӑх хушса пачӗ; ассӑн сывла-сывла халтан кайрӑм, канӑҫ тупаймастӑп» тетӗн.</verse>
				<verse number="4">Варуха ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ Хам мӗн тунине аркатӑп, Хам ӗрчетнине кӑкласа тӑкӑп — ҫак пӗтӗм ҫӗре пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ вара хӑвна валли шутсӑр нумай ыйтатӑн; ан ыйт, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пур этем ҫине те хӗн-асап ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, санӑн чунна вара ху ӑҫта кайсассӑн та чӗрӗ хӑварӑп, ку сана тупӑшу вырӑнне пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="46">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка тӗрлӗ халӑхсем ҫинчен пулнӑ сӑмах ҫакӑ.</verse>
				<verse number="2">Египет ҫинчен, Египет патши Нехао фараон ҫарӗ ҫинчен каланӑ сӑмах: ҫав ҫар Евфрат шывӗ хӗрринчи Кархемис хулинче тӑнӑ, ӑна Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вавилон патши Навуходоносор ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="3">Хулканӑрсемпе сӑннӑрсене хатӗрлӗр те ҫапӑҫӑва кӗрӗр;</verse>
				<verse number="4">эй юланутҫӑсем, утӑрсене йӗнерлӗр те ут утланӑр; тимӗр калпак тӑхӑнса тӑрӑр; сӑннӑра хӑйраса шӗвӗртӗр, тимӗр тумтирпе витӗнӗр.</verse>
				<verse number="5">Мӗн куратӑп Эпӗ? Вӗсем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, каялла тараҫҫӗ, паттӑррисем те пӗтрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тараҫҫӗ, пурин те сехри хӑпнӑ! тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="6">Ҫӑмӑл уралли те тарса ӳкеймӗ, вӑйли те хӑтӑлаймӗ; ҫурҫӗрте, Евфрат шывӗ патӗнче, такӑнчӗҫ те кайса ӳкрӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Кам-ха ку Нил шывӗ пек ҫӗкленет? Хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Египет ҫапла Нил шывӗ пек ҫӗкленет, хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ! вӑл: «ҫӗкленӗп — ҫӗре шыв айне тӑвӑп, хулана та, унӑн ҫыннисене те пӗтерӗп» теет.</verse>
				<verse number="9">Утӑрсем ҫине ларӑр, вӗҫтерӗр, ҫар ураписем! Паттӑррисем хирӗҫ тухчӑр: Эфиопипе Ливи ҫарҫисем хулканпа, Лиди ҫарҫисем карӑнтарнӑ ухӑпа хирӗҫ тухчӑр:</verse>
				<verse number="10">ҫакӑ кун — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ кунӗ, тавӑру кунӗ — тӑшманӗсене тавӑрӗ Вӑл! хӗҫ ӗнтӗ антӑхса кайиччен юн ӗҫӗ, тӑраниччен ӗҫсе савӑнӗ: ку вӑл Евфрат патӗнчи ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫа Турра парне кӳни пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй хӗрӗм, Египет хӗрӗ, Галаада кай та сиплӗ им-ҫам илсе кил; кӑлӑхах сывалас тесе тӑрӑшатӑн, санӑн тӳрленесси пулмӗ.</verse>
				<verse number="12">Халӑхсем эсӗ намӑса юлни ҫинчен илтрӗҫ — пӗтӗм ҫӗре эсӗ кӑшкӑрса йӗни хупласа хучӗ; вӑйли вӑйлипе пырса ҫапӑнчӗ те, иккӗшӗ те пӗтрӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка Вавилон патши Навуходоносор Египет ҫӗрне пӗтерме тапӑнса кӗресси ҫинчен каланӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="14">Египета хыпарлӑр, Магдола пӗлтерӗр, Нофпа Тафниса та пӗлтерӗр; калӑр: «тӑр та хатӗрлен, хӗҫ санӑн тавралӑхна тӗп тӑвать» тейӗр.</verse>
				<verse number="15">Мӗншӗн санӑн паттӑру йӑванса кайрӗ? Чӑтса тӑраймарӗ — ӑна Ҫӳлхуҫа йӑвантарчӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл нумайӑшне йӑвантарчӗ, пӗри тепӗрин ҫине ӳкет, пӗр-пӗрне ҫапла калаҫҫӗ: «тӑр та, пӗтерекен хӗҫрен хамӑр халӑх патне хамӑрӑн тӑван ҫӗре тарса хӑтӑлар» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Лере фараона — Египет патшине — ҫапла ят парӑр: «нумай шавларӗ — усси пулмарӗ!» тейӗр.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ пур, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа ятлӑ Патша: чӑнах, сирӗн пата килекенӗ — тусем хушшинчи Фавор пек, тинӗс хӗрринчи Кармил пек.</verse>
				<verse number="19">Эй Египет хӗрӗ, куҫса каймашкӑн мӗн кирлине хатӗрле: ӗнтӗ Нофа тустарса-ҫаратса тухӗҫ, пӗр ҫынсӑр тӑратса хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Египет — хӳхӗм ӗне, ун енне ҫурҫӗртен пӑван вӗҫет те вӗҫет.</verse>
				<verse number="21">Тара тытнӑ ҫарҫисем — самӑртнӑ вӑкӑрсем пек — вӗсем каялла ҫаврӑнчӗҫ, пурте тараҫҫӗ, чӑтса тӑраймарӗҫ: ӗнтӗ вӗсен пӗтес кунӗ ҫитрӗ, вӗсене хаса парас кун ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="22">Египет ҫӗлен пек чашкӑрать; тӑшманӗсем ҫарпа килеҫҫӗ, вӑрман касакансем пек, пуртӑсемпе килеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="23">унӑн вӑрманне, чӑтлӑх вӑрмана, касса тӑкрӗҫ; вӗсем хӗрлӗ шӑрчӑкран та нумайрах, вӗсенӗн имӗ-сумӗ те ҫук, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="24">Египет хӗрӗ намӑса юлчӗ, ҫурҫӗрти халӑх аллине лекрӗ.</verse>
				<verse number="25">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унӑн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тӑракансем патне пырса пӑхӑп та</verse>
				<verse number="26">вӗсене хӑйсенӗн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорӑн тата унӑн чурисен аллине парӑп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурӑнма пуҫлӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="27">Эсӗ вара, Иаков чурам, ан хӑра, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана аякри ҫӗршывран, санӑн вӑрлӑхна вӗсен тыткӑнӗнчен ҫӑлӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнма пуҫлӗ, ӑна текех никам та хӑратаймӗ.</verse>
				<verse number="28">Ан хӑра, Иаков чурам: Эпӗ — санпа пӗрле; Эпӗ сана халӑхсем хушшине сапаласа янӑччӗ, ҫав халӑхсене пӗтӗмпех пӗтерӗп, сана пӗтермӗп, анчах сана тивӗҫлипе хаса кӑтартӑп; хаса кӑтартмасӑр хӑвармӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="47">
				<verse number="1">Фараон Газа хулине пӗтерсе тӑкиччен Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка филистимсем ҫинчен каланӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗртен шывсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсем ыткӑнса-капланса килӗҫ те ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулана, унта пурӑнакансене путарӗҫ; ҫынсем кӑшкӑрса йӗрӗҫ, ҫӗршывра пурӑнакансем куҫҫульпе макӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ,</verse>
				<verse number="4">филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="5">Газа ӗнтӗ ҫӳҫне хырӗ, Аскалон шӑпланӗ. Айлӑмрисем, чӗрӗ юлнисем, хӑҫанччен хӑвӑра хӑвӑр суранлатӑр эсир?</verse>
				<verse number="6">Ах, Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ, эсӗ хӑҫан лӑпланӑн? ӗнтӗ йӗннӳне таврӑн та — чарӑн, лӑплан.</verse>
				<verse number="7">Мӗнле чарӑнтӑр-ха вӑл? Ҫӳлхуҫа ӑна Аскалона хирӗҫ, тинӗс ҫыранне хирӗҫ тӑма хушнӑ — Вӑл хӗҫӗпе унталла тӗлленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="48">
				<verse number="1">Моав ҫинчен. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Нево хулине хуйхӑ ҫитнӗ! вӑл пушанса юлнӑ; Кариафаим хули намӑса юлнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ; керем намӑса юлнӑ, арканнӑ.</verse>
				<verse number="2">Моав текех мухтавлӑ мар; Есевон хулинче ӑна хирӗҫ каварлашаҫҫӗ: «каяр та ӑна халӑхсен йышӗнчен пӗтерер» тееҫҫӗ. Мадмена, эсӗ те тӗп пулатӑн — хӗҫ сан хыҫҫӑнах пырать.</verse>
				<verse number="3">Оронаим енчен кӑшкӑраҫҫӗ: «хурах, ҫаратаҫҫӗ! аркатаҫҫӗ!»</verse>
				<verse number="4">Моава пӗтернӗ; унӑн ачисем ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Лухит патне хӑпарнӑ ҫӗрте ӳлесе макӑрни чарӑнмасть, Оронаимран аннӑ ҫӗрте ахлатни, йынӑшни илтӗнет.</verse>
				<verse number="6">Тарӑр, пурӑнӑҫӑра ҫӑлса хӑварӑр, пушхирти ҫаралса юлнӑ йывӑҫ евӗрлӗ пулатӑр.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑр ӗҫӗрсемпе хӑвӑр мулӑра шанса тӑраттӑр, ҫавӑншӑн чуралӑха лекетӗр, Хамос та хӑйӗн священникӗсемпе, хӑйӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тыткӑна кайӗ.</verse>
				<verse number="8">Кашни хуланах ҫаратакан тапӑнӗ, хула сыхланса юлаймӗ; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, айлӑм та хӑрӑнӗ, тӳремлӗх те пушанса юлӗ.</verse>
				<verse number="9">Моав ҫӗрӗ ҫине тӑвар сапса тухӑр — вӑл тӗппипех пӗтмелле! унӑн хулисем пушхир пулӗҫ, унта пурӑнакан та пулмӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа ӗҫне тимсӗр тӑвакана ылхан ҫитӗ, Унӑн хӗҫне юнпа пӗвенесрен чаракана ылхан ҫитӗ!</verse>
				<verse number="11">Моав мӗн ҫамрӑкранпах канлӗн пурӑннӑ, ҫӗпре тӑрринчи эрех пек тӳлек пулнӑ, ӑна пӗр савӑтран тепӗр савӑта сӑрӑхтарман, ӑна тыткӑна хӑваласа кайман; ҫавӑнпа унӑн техӗмӗ те унчченхи пекех сыхланса юлнӑ, шӑрши те улӑшӑнман.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнпа Эпӗ ун патне сӑрӑхтаракансене ярас кунсем ҫитеҫҫӗ, вӗсем пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре юхтарӗҫ те унӑн савӑчӗсене пушатӗҫ, кӑкшӑмӗсене ҫапса ҫӗмӗрӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Израиль килӗ хӑйӗн шанчӑклӑ Вефильне пула намӑсланнӑ пекех, Моав та Хамоса пула намӑсланӗ.</verse>
				<verse number="14">Мӗнле-ха эсир: «эпир вӑрҫӑ вӑрҫмашкӑн хӑюллӑ та паттӑр ҫынсем» теетӗр?</verse>
				<verse number="15">Моав пушанса юлчӗ, унӑн хулисем ҫунаҫҫӗ, чи лайӑх ҫамрӑкӗсене тураса тӑкрӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="16">Моав пӗтесси инҫе мар, унӑн инкекӗ питӗ хӑвӑрт килет.</verse>
				<verse number="17">Кӳршисем, унӑн ятне пӗлекенсем, пурте ӑна хӗрхенӗр: «хӑват туйипе мухтав туйи хуҫӑлсах анчӗ!» тейӗр.</verse>
				<verse number="18">Эй Дивон хӗрӗ, чыс-хисеп ҫинчен ман, типсе ҫуннӑ ҫӗр ҫине анса лар; Моава ҫаратакан сан патна пырӗ те керемӳсене тустарса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="19">Эй Ароер хӗрӗ, тух та ҫул ҫине пӑхса тӑр, чупаканран, тарса хӑтӑлас теекенрен: «мӗн пулчӗ?» тесе ыйт.</verse>
				<verse number="20">Моав намӑса юлчӗ, ӑна пӗтерчӗҫ; хӳхлӗр, кӑшкӑрса йӗрӗр, Моав пушанса юлни ҫинчен Арнонра пӗлтерӗр.</verse>
				<verse number="21">Тӳремлӗхсене, Халон, Иааца, Мофаф,</verse>
				<verse number="22">Дивон, Нево, Бет-Дивлафаим,</verse>
				<verse number="23">Кариафаим, Бет-Гамул, Бет-Маон,</verse>
				<verse number="24">Кериоф, Восор хулисене, Моав ҫӗрӗн аякри тата ҫывӑхри мӗнпур хулине сут килсе ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="25">Моав мӑйракине касса пӑрахнӑ, унӑн вӑйӗ пӗтсе ларнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="26">Ӑна ӳсӗрӗличчен ӗҫтерӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫӗкленчӗ; ан тив, Моав хӑйӗн хӑсӑкӗ ҫинче йӑвалантӑр, тӗнче кулли пултӑр.</verse>
				<verse number="27">Израиле мӑшкӑллаканни эсӗ марччӗ-и-ха вӑл? ун ҫинчен калаҫма тытӑнсанах пуҫна пӑркалаттӑн — ӑна вӑрӑсем хушшинче ярса тытрӗҫ-и-мӗн?</verse>
				<verse number="28">Эй Моав ҫыннисем, ӗнтӗ хуласене пӑрахса хӑварӑр та чул тусем ҫинче пурӑнӑр, ҫӗр хӑвӑлне кӗнӗ ҫӗрте йӑва ҫавӑракан кӑвакарчӑнсем пек пулӑр.</verse>
				<verse number="29">Моав ытла та мӑнаҫлӑ пулни ҫинчен, мӑнкӑмӑллӑ, вӗҫкӗн, каппайчӑк пулни ҫинчен, чӑрсӑр чӗреллӗ пулни ҫинчен илтнӗ эпир.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ ун чарусӑрлӑхне пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, ку вӑл — шанчӑксӑр япала; унӑн сӑмахӗсем пушӑ: апла тумаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑнпа Моавшӑн йӗретӗп, пӗтӗм Моавшӑн кӑшкӑрса макӑратӑп, Кирхарес ҫыннисемшӗн йынӑшатӑп.</verse>
				<verse number="32">Севамри иҫӗм пахчи, эпӗ саншӑн Иазершӑн хурланнинчен ытларах хурланатӑп: хунавусем тинӗс леш енне ҫитиех сарӑлатчӗҫ, Иазер патнех ҫитетчӗҫ; ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫне, пиҫсе ҫитнӗ иҫӗм ҫырлине вӑрӑ-хурах тапӑнать.</verse>
				<verse number="33">Моав ҫӗрӗнчен — улма-ҫырла пахчинчен — савӑнӑҫпа телей ҫухалӗ, вӗсен юхтаркӑчӗсене Эпӗ эрехсӗр хӑварӑп; унта текех юрлаюрла иҫӗм ҫырли таптаймӗҫ; унта савӑнӑҫ сасси мар, харкашу сасси илтӗнсе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="34">Есевонран Елеал таран, Иааца таран йӗме пуҫлӗҫ те, вӗсен сасси Сигортан Оронаим таранах, виҫҫӗмӗш Эглӑна ҫитичченех илтӗнсе тӑрӗ, мӗншӗн тесессӗн Нимрим шывӗ те типсе ларӗ.</verse>
				<verse number="35">Моавӑн тӳпем вырӑнӗсенче парне кӳрекенсене, унӑн туррисене тӗтӗрекенсене пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="36">Чӗрем Моавшӑн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать; чӗрем Кирхарес ҫыннисемшӗн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать: ӗнтӗ вӗсен пӗтӗм мулӗ тӗп пулчӗ;</verse>
				<verse number="37">кашнийӗ пуҫне хырнӑ, кашнийӗ сухалне каснӑ; пурте аллисене чӗрмеленӗ, пурте хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.</verse>
				<verse number="38">Моаври мӗнпур ҫурт тӑрринче, унӑн урамӗсенче пӗтӗм халӑх йӗни илтӗнет: Эпӗ Моава юрӑхсӑр савӑт пек аркатса тӑкрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="39">Уншӑн татӑлса йӗрӗҫ: «епле арканнӑ вӑл!» тейӗҫ; «каялла тарса мӗн тери намӑса юлчӗ Моав!» тейӗҫ; таврари мӗнпур кӳршишӗн Моав ҫын кулли те хӑрушӑ вырӑн пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ӑмӑрткайӑк тупӑш ҫине вӑйкӑнӗ, ҫунаттине Моав ҫийӗн сарса ярӗ.</verse>
				<verse number="41">Хулисене туртса илӗҫ, тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсене парӑнтарӗҫ, ҫав кун Моав паттӑрӗсем ача ҫуратакан арӑм пек сехӗрленӗҫ.</verse>
				<verse number="42">Моав вара ытти халӑхсен йышӗнчен тухса ӳкӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑчӗ.</verse>
				<verse number="43">Сан валли, Моав ҫынни, — хӑрушлӑх, тарӑн шӑтӑк та мӑйкӑч, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="44">Хӑрушлӑхран тараканни шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканни мӑйкӑча ҫакланӗ: Эпӗ Моав ҫине тавӑру ҫулталӑкне ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="45">Чупакансем халтан кайса Есевон хӳми сулхӑнӗнче чарӑнса тӑчӗҫ; анчах Есевонран вут, Сигон хушшинчен ҫулӑм тухрӗ, вӑл Моавӑн тӑнлавне, пӑлхавлӑ ҫынсенӗн лӗпкине ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="46">Хуйхӑ ҫитрӗ сана, Моав! Хамос халӑхӗ пӗтрӗ: санӑн ывӑлусем — тыткӑнра, санӑн хӗрӳсем — чуралӑхра.</verse>
				<verse number="47">Анчах пулас кунсенче Эпӗ Моав шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа. Моава ҫапла айӑпланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="49">
				<verse number="1">Аммон халӑхӗ ҫинчен. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израилӗн ывӑлсем ҫук-и вара? унӑн еткерлӗх илекенӗ ҫук-и вара? Малхом мӗншӗн-ха Гада туртса илчӗ, унӑн халӑхӗ мӗншӗн Гад хулисенче пурӑнать?</verse>
				<verse number="2">Акӑ ӗнтӗ аммонсен хулинче, Раввӑра, ҫапӑҫу шӑв-шавӗ кӗрле пуҫларӗ, тет Ҫӳлхуҫа; вӑл ишӗлчӗк купи пулса юлӗ, ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем вутра ҫунса кайӗҫ, Израиль вара хӑйӗнпе кам хуҫаланнӑ, ҫавсемпе хуҫаланӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="3">Макӑр, Есевон: Гай хули пушанса юлчӗ; кӑшкӑрӑр, Равва хӗрӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса ярӑр, ӗсӗклӗр, карта ҫумӗнче чупкалӑр: Малхом хӑйӗн священникӗсемпе, хӑйӗн улпучӗсемпе тыткӑна каять.</verse>
				<verse number="4">Эй ултавлӑ хӗр, мӗн эсӗ айлӑмусемпе мухтанатӑн? Айлӑмусем тӗп пулӗҫ! эсӗ хӑвӑн мулна шанса тӑраттӑн, «ман патӑма кам килӗ?» тееттӗн.</verse>
				<verse number="5">Акӑ Эпӗ сан ҫине мӗнпур тавраран хӑрушлӑх ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Турӑ, сире хӑваласа ярӗҫ, сапаласа ярӗҫ, сире, ҫапкаланчӑксене, кайран никам та пуҫтараймӗ.</verse>
				<verse number="6">Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Аммон ывӑлӗсен шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="7">Эдом ҫинчен. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Феман ҫӗрӗнче текех ӑслӑлӑх ҫук-и вара? ӑслӑ-тӑнлисен канашӗ пӗтрӗ-и вара? вӗсен ӑслӑлӑхӗ иксӗлчӗ-и вара?</verse>
				<verse number="8">Эй Дедан ҫыннисем, тарӑр кунтан, ту хушӑкӗсене пытанӑр: Эпӗ Исав ҫине хӗн-асап яратӑп — тавӑру вӑхӑчӗ ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="9">Сан патна иҫӗм ҫырли татма кӗрес пулсассӑн, ҫавсем пӗр-ик ҫырла та пулин хӑварӗччӗҫ. Эхер те ҫӗрле вӑрӑсем пырас пулсассӑн, вӗсем те хӑйсене кирлӗ таран ҫеҫ вӑрласа кайӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ вара Исава ҫаппа-ҫарамас хӑвариччен ҫаратӑп, унӑн вӑрттӑн вырӑнӗсене уҫӑп та — вӑл пытанса юлаймӗ. Унӑн йӑхӗ те, тӑванӗсем те, кӳршисем те тӗп пулӗҫ; текех вӑл хӑй те пулмӗ.</verse>
				<verse number="11">Анчах тӑлӑх ачусене хӑвар, Эпӗ вӗсен пурӑнӑҫне хӳтӗлӗп, тӑлӑх арӑмусем те Мана шанса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: куркаран ӗҫме пӳрменнисем те пурпӗрех унтан ӗҫӗҫ, эсӗ вара хаса курмасӑр тӑрса юлас тетӗн-и? Ҫук, эсӗ хаса курмасӑр юлаймӑн, пурпӗрех куркаран ӗҫӗн.</verse>
				<verse number="13">Хампа Хам тупа тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Восор хули сехре хӑпартмӑш, тӗнче кулли, пушхир, ҫын ылханӗ пулӗ, ун таврашӗнчи мӗнпур хула та ӗмӗрхи ишӗлчӗк пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ Ҫӳлхуҫаран хыпар илтрӗм, хыпарҫӑ та халӑхсене: пуҫтарӑнӑр та ӑна хирӗҫ кайӑр, вӑрҫӑ вӑрҫма ҫӗкленӗр, тесе калама килнӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ сана халӑхсем хушшинче чи кӗҫӗнни, ҫынсем хушшинче йӗрӗнмелли туса хурӑп.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ — ту хушӑкӗсенче пурӑнаканӗ, сӑрт тӑррисене йышӑнаканӗ — хӑвӑн хаярлӑхна, чӑрсӑр чӗрӳне шанса тӑнӑ. Эсӗ, ӑмӑрткайӑк пек, ҫӳлте йӑва ҫавӑртӑн, анчах сана унтан та кӑларса ывӑтӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="17">Эдом вара сехре хӑпартмӑш пулӗ; ун тӗлӗпе иртекен кирек кам та унӑн суранӗсене курса хӑранипе шӑхӑрса илӗ.</verse>
				<verse number="18">Содомпа Гоморрӑна тата вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, унта та ҫын пурӑнмӗ, унта та этем ывӑлӗ чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="19">Иордан хӗрринчи хӑмӑшлӑран кӗтӳлӗхе тухакан арӑслан пек, Эпӗ вӗсене пӗр кӗтмен ҫӗртен хӑваласа кӑларӑп, вӗсен чи лайӑх такисене тапӑнӑп! кам Ман пек пулайӗ? кам Мана сӑмах чӗнме пултарӗ? мӗнле кӗтӳҫӗ Мана хирӗҫ тӑрайӗ?</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа Эдом пирки мӗн палӑртса хунине, Феман ҫыннисем пирки мӗн шутласа хунине итлӗр: путексене кӗтӳрен тытса хӑваласа кайӗҫ, вӗсемпе пӗрле Вӑл кӗтӳлӗхе те пӗтерӗ!</verse>
				<verse number="21">Эдом пӗтет, аркану шавӗпе ҫӗр чӗтренсе кайӗ, вӗсем кӑшкӑрни Хӗрлӗ тинӗс патнех ҫитӗ.</verse>
				<verse number="22">Акӑ вӑл ӑмӑрткайӑк пек вӗҫсе хӑпарӗ те тупӑш ҫине вӑйкӑнӗ, ҫунаттине Восор ҫийӗн сарса ярӗ; ҫав кун Идумея паттӑрӗсем ача ҫуратакан арӑм пек сехӗрленӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Дамаск ҫинчен. Емафпа Арпад хулисем намӑса юлчӗҫ: хурлӑхлӑ хыпар илтсессӗн вӗсем пуҫне усрӗҫ; тинӗс пек пӑлханаҫҫӗ, лӑпланма пултараймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Дамаск сехӗрленсе ӳкнӗ — тарма пуҫланӑ; ӗнтӗ сехри хӑпнӑ; вӑл ача ҫуратакан арӑм пек тертленнӗ, ҫапла асапланнӑ.</verse>
				<verse number="25">Мухтав хули, савӑнӑҫӑм хули епле сыхланса юлаймарӗ-ха?</verse>
				<verse number="26">Унӑн яш ачисем хула урамӗнче вилӗҫ, пӗтӗм ҫар ҫынни ҫав кун вилсе пӗтӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="27">Дамаск хӳмине вут хыптарӑп та вӑл Венадад керменӗсене ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="28">Кидар ҫинчен, Вавилон патши Навуходоносор пӗтерсе тӑкнӑ Асор патшалӑхӗсем ҫинчен. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑрӑр та Кидара хирӗҫ тухӑр, тухӑҫ ывӑлӗсене ҫаратса хӑварӑр!</verse>
				<verse number="29">Чатӑрӗсемпе кӗтӗвӗсене туртса илӗр, тумтирне, япалисене, тӗвисене ярса илӗр, «пур енчен те сехре хӑппи!» тесе кӑшкӑрӑр вӗсене.</verse>
				<verse number="30">Эй Асор ҫыннисем, чупӑр, тарӑр хӑвӑртрах, тӗпсӗр шӑтӑксене пытанӑр! тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ Навуходоносор, Вавилон патши, сире хирӗҫ мӗн тумаллине шухӑшласа хунӑ, татса панӑ.</verse>
				<verse number="31">Тӑрӑр та тӑнӑҫлӑ, ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑха хирӗҫ кайӑр, тет Ҫӳлхуҫа, унӑн алӑкӗ те, сӑлӑпӗ те ҫук, вӗсем пӗчченшерӗн пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӗсенӗн тӗвисем тупӑш пулса тӑрӗҫ, йышлӑ кӗтӗвӗсем тӑшман аллине лекӗҫ; вӗсене, тӑнлав ҫинчи ҫӳҫе кастаракансене, ҫиле май вӗҫтерсе салатӑп, вӗсене пур енчен те вилӗм кӳрӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="33">Асор вара шакалсен йӑви, ӗмӗрлӗх пушхир пулса юлӗ; унта ҫын пурӑнмӗ, этем ывӑлӗ унта вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ.</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка Иудея патшинче Седекия ларма пуҫланӑ вӑхӑтра Елама хирӗҫ пулнӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="35">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ Еламӑн уххине, вӗсенӗн тӗп вӑйне, хуҫса пӑрахӑп.</verse>
				<verse number="36">Елам ҫине тӳпен тӑватӑ енчен тӑватӑ ҫил ярӑп та вӗсене ҫав ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вара хӑваласа янӑ Елам ҫыннисем ҫитмен ҫӗршыв та пулмӗ;</verse>
				<verse number="37">Елам ҫыннисене хӑйсен тӑшманӗсем умӗнче, хӑйсен чунне шыракансем умӗнче сехӗрленсе тӑмалла тӑвӑп; вӗсем ҫине хӗн-хур, Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, вӗсем хыҫҫӑн пурне те вӗлерсе пӗтеричченех хӗҫ ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа;</verse>
				<verse number="38">Еламра Эпӗ Хамӑн аслӑ пуканӑма лартӑп, унти патшапа пуҫлӑхсене пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="39">Ҫапах та пулас кунсенче Елам шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="50">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Иеремия пророк урлӑ Вавилонпа халдейсен ҫӗрӗ ҫинчен каланӑ сӑмах:</verse>
				<verse number="2">халӑхсене хыпарлӑр, каласа парӑр, ялав ҫӗклӗр, пӗлтерӗр, пӗр пытармасӑр ҫапла калӑр: «Вавилона ярса илнӗ, Бел намӑса юлнӑ, Меродаха аркатнӑ, унӑн кӗлеткисем мӑшкӑла юлнӑ, унӑн йӗрӗхӗсем арканнӑ».</verse>
				<verse number="3">Мӗншӗн тесессӗн ҫурҫӗр енчен ӑна хирӗҫ халӑх ҫӗкленсе тухрӗ, вӑл унӑн ҫӗрне пушхир туса хурать, унта этем те, выльӑх та пурӑнмӗ, пурте тапранса тухса кайӗҫ те сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсем пӗрле пуҫтарӑнӗҫ те Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, шыраса йӗрсе ҫӳрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа;</verse>
				<verse number="5">вӗсем Сиона мӗнле каймалли ҫинчен ыйтӗҫ, ҫавӑнта каякан ҫула шырӗҫ, «каяр та Ҫӳлхуҫапа ӗмӗрлӗхе пӗрлешер, нихӑҫан манӑҫми килӗшӳ тӑвар» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Манӑн халӑхӑм аташса кайнӑ сурӑхсем пекехчӗ; кӗтӳҫисем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ, вӗсене тусем тӑрӑх салатса ячӗҫ; вӗсем унта ту ҫинчен сӑрт ҫине куҫса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен тапӑрне манса кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсене тупакансем вӗсене ҫиеҫҫӗ, вӗсене хӗсӗрлекенсем: «эпир айӑплӑ мар — вӗсем Ҫӳлхуҫапа тӳрӗлӗх ҫурчӗ умӗнче, хӑйсен ашшӗсем шанса тӑнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ» терӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Вавилонран тарӑр, халдейсен ҫӗрӗнчен тухса кайӑр, качака такисем сурӑх кӗтӗвӗ умӗнче пынӑ пек пырӑр.</verse>
				<verse number="9">Акӑ Эпӗ Вавилон ҫине ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен аслӑ халӑхсен эшкерне ҫӗклентерсе килӗп, вӗсем ӑна хирӗҫ вырӑнаҫса тӑрӗҫ, ӑна ярса илӗҫ; вӗсенӗн ҫӗмренӗсем — ӑста ҫарҫӑ ҫӗмренӗсем, вӗсем тупӑшсӑр каялла таврӑнмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Халдея та вӗсемшӗн тупӑш пулса тӑрӗ; ӑна тӑраничченех ҫаратӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="11">Эсир, Манӑн халӑхӑма ҫаратакансем, савӑнатӑр, хӗпӗртетӗр, курӑк ҫинчи пӑру пек сиккелетӗр, ӑйӑрсем пек кӗҫенетӗр.</verse>
				<verse number="12">Сирӗн аннӗр намӑса юлӗ, сире ҫуратнӑ ама мӑшкӑл курӗ; халӑхсем хушшинче вӑл чи кӗҫӗнни пулӗ, вӑл пушхир, типӗ ҫӗр, ҫеҫенхир пулӗ.</verse>
				<verse number="13">Турӑ ҫилли ӑна ҫын пурӑнман ҫӗр туса хурӗ, вӑл пӗтӗмпех пушӑ пулӗ; Вавилон тӗлӗпе иртекен кирек кам та унӑн суранӗсене курса хӑранипе шӑхӑрса илӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй ухӑ карӑнтаракан тӗкӗрҫӗсем, Вавилон тавра ҫар ӗречӗпе тӑрса тухӑр та пурте ӑна тӗллесе перӗр, ҫӗмренӗрсене ан шеллӗр: вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ;</verse>
				<verse number="15">пур енчен те ӑна хирӗҫ кӑшкӑрашӑр; вӑл ӗнтӗ, парӑнса, аллине ҫӗклет; унӑн тӗрекӗсем арканнӑ, хӳмисем ишӗлсе аннӑ, ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа тавӑрни; эсир те тавӑрӑр ӑна; хӑй мӗнле тунӑ, эсир те ӑна ҫаплах тӑвӑр.</verse>
				<verse number="16">Вавилонра тырӑ акакана та, ҫурлапа выракана та пӗтерӗр; вӗлерекен хӗҫрен хӑранипе кашнийӗ хӑйӗн халӑхӗ патне таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн ҫӗршывне тартӑр.</verse>
				<verse number="17">Израиль — сапаланса кайнӑ кӗтӳ; ӑна арӑслансем тапӑнса салатрӗҫ; малтан ӑна Ассири патши ҫисе пӗтерчӗ, ку вара — Вавилон патши Навуходоносор — унӑн шӑмми-шаккине кӑшларӗ.</verse>
				<verse number="18">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ Ассири патшине мӗнле хаса патӑм, Вавилон патшине те ҫапла хаса парӑп;</verse>
				<verse number="19">Израиле унчченхи ҫаранӗсем ҫинех илсе килӗп, вӑл Кармил ҫинче, Васан ҫинче кӗтсе ҫӳрӗ, Ефрем тӑвӗпе Галаад тӑвӗ ҫинче вӑл тутӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Израилӗн тӗрӗсмарлӑхне шырӗҫ, анчах вӑл пулмӗ, Иуда ҫылӑхӗсене те шырӗҫ, вӗсем те тупӑнмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗрӗ хӑварнисене каҫарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="21">Мератаим ҫӗршывне хирӗҫ, Пекод халӑхне хирӗҫ вӑрҫӑпа кай, унти ҫынсене хаса пар; тӗп ту вӗсене, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе тух, Эпӗ хушнине ту! тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="22">Ҫӗр ҫинче — вӑрҫӑ шӑв-шавӗ, хӑрушла аркану.</verse>
				<verse number="23">Пӗтӗм ҫӗре ваклакан ҫапкӑч арканнӑ, тӗпреннӗ! халӑхсем хушшинче Вавилон мӗн тери тискер пулса тӑчӗ!</verse>
				<verse number="24">Эпӗ сан валли таната лартса тухрӑм, ҫавна пӗлмерӗн, Вавилон, — лекрӗн; тупрӗҫ сана, ярса тытрӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑтӑн.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн управӑшне уҫрӗ те ҫавӑнтан ҫилли савӑчӗсене илчӗ: Ҫӳлхуҫанӑн, Саваоф Туррӑн, халдейсен ҫӗрӗнче ӗҫ пур.</verse>
				<verse number="26">Ӑна пур енчен те тапӑнӑр, унӑн кӗлечӗсене яри уҫса ярӑр, ӑна кӗлте таптанӑ пек таптӑр, унран нимӗн те ан юлтӑр — тӗппипе пӗтерӗр.</verse>
				<verse number="27">Вӑкӑрӗсене вӗлерсе тухӑр, пусӑр вӗсене; вӗсене хуйхӑ ҫитрӗ! вӗсенӗн кунӗ, вӗсене хаса парас кун ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="28">Вавилон ҫӗрӗнчен таракансем кӑшкӑрни илтӗнет, халӗ ӗнтӗ Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, тавӑрни ҫинчен, Вӑл Хӑйӗн Ҫурчӗшӗн тавӑрни ҫинчен пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Вавилона хирӗҫ тӗкӗрҫӗсене йыхӑрӑр; ухӑ карӑнтараканӗсем пурте ун йӗри-тавра йӗркеленсе тӑччӑр: унтан никам та хӑтӑлса ан тухайтӑр; ӑна ӗҫӗсене кура тавӑрса парӑр; хӑй сире мӗн тунӑ, эсир те ӑна ҫавнах тӑвӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Израиль Святойне хирӗҫ, ҫӗкленчӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑншӑн унӑн яш ачисем урамра кая-кая ӳкӗҫ, ҫавӑ кун вӗсен пӗтӗм ҫар ҫынни тӗп пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="31">Мӑнаҫлӑскер, акӑ Эпӗ сана хирӗҫ пыратӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Турӑ: санӑн куну, сана хаса парас кун ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="32">Мӑнаҫлӑскер такӑнӗ те ӳкӗ, ӑна никам та ҫӗклесе тӑратмӗ; унӑн хулисенче вут кӑларӑп та, вӑл пӗтӗм тавралӑха ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="33">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израиль ывӑлӗсем, Иуда ывӑлӗсем пекех, пусмӑрта пурӑнаҫҫӗ, тыткӑна илнисем вӗсене хытӑ тытаҫҫӗ, каялла ярасшӑн мар.</verse>
				<verse number="34">Анчах вӗсене Хӑтараканӗ хӑватлӑ, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа; Вӑл ҫӗре лӑплантарас, Вавилон ҫыннисене хӑратса тӑрас тесе вӗсен ӗҫӗсене татса парӗ.</verse>
				<verse number="35">Халдейсем ҫине хӗҫ ӳктӗр, тет Ҫӳлхуҫа, Вавилон ҫыннисем ҫине те, унӑн пуҫлӑхӗсемпе ӑсчахӗсем ҫине те ӳктӗр;</verse>
				<verse number="36">хӗҫ унӑн юмӑҫӗсем ҫине ӳктӗр, вара вӗсем ухмаха тухӗҫ; хӗҫ унӑн ҫар ҫыннийӗсем ҫине ӳктӗр, вӗсем сехӗрленсе ӳкчӗр;</verse>
				<verse number="37">хӗҫ унӑн учӗсем ҫине, ҫар ураписем ҫине, ун хушшинчи хутӑш халӑх ҫине ӳктӗр, вӗсем хӗрарӑмсем пек пулса тӑччӑр; хӗҫ унӑн мулӗ-пурлӑхӗ ҫине ӳктӗр, вӗсене ҫаратса тухчӑр;</verse>
				<verse number="38">вӗсен шывӗсем ҫине шӑрӑх антӑр — вӗсем типсе ларччӑр; мӗншӗн тесессӗн ку ҫӗр — кӗлеткесен ҫӗрӗ, вӗсем хӑрушӑ йӗрӗхӗсемшӗн ухмаха тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="39">Унта ҫеҫенхирти тискер кайӑксемпе шакалсем пырса вырӑнаҫӗҫ, унта тӑмана пурӑнӗ, анчах ӗмӗр-ӗмӗрне те, сыпӑкран сыпӑка та ҫын пурӑнмӗ.</verse>
				<verse number="40">Содомпа Гоморрӑна, вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, кунта пӗр ҫын та пурӑнмӗ, этем ывӑлӗ унта вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="41">Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="42">вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.</verse>
				<verse number="43">Вавилон патши вӗсем ҫинчен илтрӗ те — алли усӑнчӗ унӑн; ача ҫуратакан арӑм асапӗ евӗр асап пусрӗ ӑна.</verse>
				<verse number="44">Иордан хӗрринчи хӑмӑшлӑхран кӗтӳлӗхе тухакан арӑслан пек, Эпӗ вӗсене пӗр кӗтмен ҫӗртен хӑваласа кӑларӑп, вӗсен чи лайӑх такисене тапӑнӑп! кам Ман пек пулайӗ? кам Мана сӑмах чӗнме пултарӗ? мӗнле кӗтӳҫӗ Мана хирӗҫ тӑрайӗ?</verse>
				<verse number="45">Эппин, Ҫӳлхуҫа Вавилон пирки мӗн палӑртса хунине, Халдея ҫӗрӗ пирки Вӑл мӗн шутласа хунине итлӗр: путексене кӗтӳрен тытса хӑваласа кайӗҫ, вӗсемпе пӗрле Вӑл кӗтӳлӗхе те пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="46">Вавилона ярса илӗҫ, ҫапӑҫу шавӗпе ҫӗр чӗтренсе кайӗ, халӑхсем хушшинче кӑшкӑрни илтӗнсе тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="51">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Вавилон ҫине, халдейсем ҫине тӗп тӑвакан ҫил ярӑп.</verse>
				<verse number="2">Вавилон ҫине сӑвӑракансем ярӑп та — вӗсем ӑна сӑвӑрӗҫ, унӑн ҫӗрне пушатса хӑварӗҫ; хӗн-асап кунӗнче ӑна пур енчен те тапӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ тӗкӗрҫӗ ӑна уххипе тӗллетӗр, вӑрҫӑ тумтирне тӑхӑнтӑр; унӑн яш ачисене ан хӗрхенӗр, унӑн пӗтӗм ҫарне пӗтерсе тӑкӑр.</verse>
				<verse number="4">Аманнисем Халдея ҫӗрӗнче, чиксе пӑрахнисем Вавилон урамӗсенче выртчӑр.</verse>
				<verse number="5">Израильпе Иудӑна хӑйсенӗн Турри, Саваоф Ҫӳлхуҫа, тӑлӑх арӑм пек тӑратса хӑварман, ҫӗрӗ Израиль Святойӗ умӗнче ҫылӑхпа тулса ларнӑ пулин те, Вӑл вӗсене пӑрахман.</verse>
				<verse number="6">Вавилонӑн усал ӗҫӗсемшӗн пӗтес мар тесессӗн, тарӑр унтан, чунӑра ҫӑлса хӑварӑр: Ҫӳлхуҫа тавӑрас вӑхӑт ҫитрӗ, Вӑл ӑна тивӗҫлипе тавӑрать.</verse>
				<verse number="7">Вавилон Ҫӳлхуҫа аллинчи ылтӑн курка — пӗтӗм ҫӗре ӳсӗртекен курка — пулнӑ; халӑхсем ҫав куркаран эрех ӗҫнӗ, халӑхсем вара ухмаха тухнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вавилон кӗтмен ҫӗртен ӳксе арканчӗ; хӳхлӗр уншӑн, суранӗ валли сиплӗ им-ҫам илӗр — тен, вӑл сывалӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпир Вавилона имлерӗмӗр, анчах вӑл сывалмарӗ; пӑрахӑр ӑна, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне каяр, ун ҫине хунӑ айӑплав тӳпенех ҫитнӗ, пӗлӗте ҫитиех ҫӗкленнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа пирӗн тӗрӗслӗхе тӳрре кӑларчӗ; каяр та Сионра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ӗҫне пӗлтерер.</verse>
				<verse number="11">Ҫӗмренӗрсене хӑйрӑр, йӗннӗрсене тултарӑр! Ҫӳлхуҫа Миди патшисен чун хавалне хускатса янӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Вавилона хирӗҫ тӑма шухӑшласа хунӑ — Вӑл ӑна пӗтересшӗн; ку вӑл Ҫӳлхуҫа тавӑрни, Хӑйӗн Ҫурчӗшӗн тавӑрни пулать.</verse>
				<verse number="12">Вавилон хӳмине хирӗҫ ялав ҫӗклӗр, тимлӗ сыхласа тӑрӑр, хурал лартса тухӑр, пытанса тӑма хатӗрленӗр: Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн шухӑшланине, Вавилон ҫыннисем пирки мӗн каланине тӑватех.</verse>
				<verse number="13">Эй аслӑ шывсем хӗрринче пурӑнакан, тулӑх мулпа ырӑ куракан! санӑн пӗтес куну ҫитрӗ, ӗмӗтсӗрлӗхӳ вӗҫленчӗ.</verse>
				<verse number="14">Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнпе Хӑй тупа турӗ: чӑн калатӑп, кунта хӗрлӗ шӑрчӑк пек йышлӑ халӑх килсе тулӗ, вӗсен ҫӗнтерӳллӗ шавӗ янӑраса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ, тӗнчене Хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫирӗплетнӗ, тӳпене Хӑйӗн ӑстӑнӗпе карса хунӑ.</verse>
				<verse number="16">Сасӑ парать те Вӑл — тӳпере шывсем шавлаҫҫӗ, Вӑл ҫӗр хӗрринчен пӗлӗтсем хӑпартать, ҫумӑр витӗр ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.</verse>
				<verse number="17">Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.</verse>
				<verse number="18">Ку вӑл — ниме тӑман, аташса тунӑ ӗҫ; Вӑл килсе пӑхнӑ чухне вӗсем ҫухалӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Иаков Турри — ун пек мар: Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Израиль — Унӑн халӑхӗ, Унӑн еткерлӗхӗ, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="20">Эсӗ — Манӑн ҫапкӑч, ҫар кӑралӗ; Эпӗ санпала халӑхсене ҫӗнтертӗм, санпала патшалӑхсене пӗтертӗм;</verse>
				<verse number="21">санпала утне те, юланутҫине те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫар урапине те, унӑн лавҫине те ҫапса ӳкертӗм;</verse>
				<verse number="22">санпала упӑшкипе арӑмне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ваттипе ҫамрӑккине те ҫапса ӳкертӗм, санпала каччӑпа хӗре те ҫапса ӳкертӗм;</verse>
				<verse number="23">санпала кӗтӳҫӗпе унӑн кӗтӗвне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫӗр ӗҫлекенпе унӑн ӗҫ выльӑхне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫӗр пуҫлӑхӗсене те, хула пуҫлӑхӗсене те ҫапса ӳкертӗм.</verse>
				<verse number="24">Вавилона, Халдея ҫыннисене пурне те вӗсем Сион ҫинче сирӗн куҫӑр умӗнче тунӑ усал ӗҫсемшӗн тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="25">Эй тӗп тӑвакан сӑрт-ту, Эпӗ сана хирӗҫ ҫӗклентӗм! тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ пӗтӗм ҫӗре тӗп тӑваттӑн, халӗ акӑ аллӑма сан ҫине тӑсӑп та — сана чул хысакӗ ҫинчен туртса ӳкерӗп те ҫунса-ӗнсе кайнӑ сӑрт туса хӑварӑп.</verse>
				<verse number="26">Санран вара ҫурт кӗтесӗ тума та, ҫурт никӗсӗ тума та чул илмӗҫ, эсӗ ӗмӗрлӗхе хӑрӑнса юлӑн, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="27">Пур ҫӗрте те ялав ҫӗклӗр, халӑхсем хушшинче трупа кӑшкӑртӑр, халӑхсене Вавилонпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрлӗр, ӑна хирӗҫ кайма Арарат, Минни, Аскеназ патшалӑхӗсене чӗнсе илӗр, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫма ҫулпуҫ лартӑр, учӗ-урхамахӗ хӗрлӗ шӑрчӑк чухлӗ пултӑр.</verse>
				<verse number="28">Вавилона хирӗҫ ҫапӑҫма халӑхсене хатӗрлӗр, Миди патшисене, ҫав ҫӗрӗн пуҫлӑхӗсене, унти хуласен пуҫлӑхӗсене, ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм ҫӗре хатӗрлӗр.</verse>
				<verse number="29">Ҫӗр чӗтренсе кисренет: Ҫӳлхуҫа Вавилон ҫӗрне пушхир тума, ҫынсӑр хӑварма шутласа хуни вырӑна килет.</verse>
				<verse number="30">Вавилон ҫарҫисем ҫапӑҫма пӑрахрӗҫ, хӑйсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсенче лараҫҫӗ; вӗсен вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ, хӗрарӑмсем пек пулса тӑнӑ, вӗсен ҫурчӗсене ҫунтарса янӑ, сӑлӑпӗсене ҫапса салатнӑ.</verse>
				<verse number="31">Пӗлтерӳҫӗ тепӗр пӗлтерӳҫӗне хирӗҫ, хыпарҫӑ тепӗр хыпарҫӑна хирӗҫ чуптӑр, Вавилон патшине пӗлтерччӗр: унӑн хулине пур енчен те ярса илнӗ,</verse>
				<verse number="32">каҫӑсене ярса илнӗ, керемсене ҫунтарса янӑ, ҫарҫисем сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="33">Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон хӗрӗ — таптаса пусаракан йӗтем пек; кӑшт-кӑштахран уншӑн вырас вӑхӑт ҫитӗ.</verse>
				<verse number="34">Вавилон патши Навуходоносор мана ҫирӗ, кӑшларӗ; манран пушӑ савӑт турӗ; мана аҫтаха пек ҫӑтрӗ; мана ҫие-ҫие киленчӗ; хырӑмне тултарчӗ те — мана кӑларса пӑрахрӗ.</verse>
				<verse number="35">Сион хӗрӗ: «мана кӑтартнӑ асаппа мӑшкӑл Вавилона ҫиттӗр» тейӗ, Иерусалим: «манӑн юнӑм — Халдея ҫыннисем ҫинче» тейӗ.</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ санӑн хутна кӗрӗп, саншӑн тавӑрӑп, унӑн тинӗсне типпе хӑварӑп, ҫӑлкуҫне шывсӑр хӑварӑп.</verse>
				<verse number="37">Вавилон вара ишӗлчӗк купи, шакал пурӑнмалли вырӑн, сехре хӑпартмӑш та тӗнче кулли пулӗ, унта ҫын та пурӑнмӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӗсем пурте арӑслан пек ӳхӗрсе, арӑслан ҫури пек уласа ярӗҫ.</verse>
				<verse number="39">Ӑшша пиҫӗҫ те — ӗҫтерӗп, ӗҫтерсе ӳсӗртӗп, вӗсем савӑнӗҫ-хавасланӗҫ те — ӗмӗрхи ыйхӑпа ҫывӑрса кайӗҫ; вӑранаймӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="40">Вӗсене пусмалли путексене, сурӑх такисемпе качака такисене илсе кайнӑ пек илсе кайӑп.</verse>
				<verse number="41">Ах, Вавилона ярса илнӗ, пӗтӗм ҫӗрӗн мухтавне парӑнтарнӑ! Вавилон ӗнтӗ халӑхсем хушшинче сехре хӑпартмӑш пулса тӑнӑ!</verse>
				<verse number="42">Вавилон ҫине тинӗс килсе капланчӗ; шавлӑ хумсем Вавилона хупларӗҫ.</verse>
				<verse number="43">Унӑн хулисем сехре хӑппи пулса юлчӗҫ, вӑл типӗ ҫӗр, пушхир, ҫын пурӑнман вырӑн пулса тӑчӗ, ун тӗлӗпе этем ывӑлӗ ҫӳремест.</verse>
				<verse number="44">Вавилонра акӑ Бела пырса пӑхӑп, ун ҫӑварӗнчен хӑй ҫӑтса янине туртса кӑларӑп, халӑхсем текех ун патне ҫӳремӗҫ, Вавилон хӳми те ишӗлсе анӗ.</verse>
				<verse number="45">Эй халӑхӑм, унтан кайӑр! Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫиллинчен пурӑнӑҫӑра ҫӑлса хӑварӑр!</verse>
				<verse number="46">Сирӗн чӗрӗр ан шиклентӗр, ҫӗр ҫинче сарӑлакан сас-хураран ан хӑрӑр; пӗр ҫулӗнче хыпар килет, тепӗр ҫулӗнче те — хыпар: «ҫӗр ҫинче — пусмӑр, пӗр патша — тепӗр патшана хирӗҫ!»</verse>
				<verse number="47">Ҫавӑнпа та Эпӗ Вавилон йӗрӗхӗсене айӑплас кунсем ҫитеҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ намӑса юлӗ, урамӗсенче аманнисем йынӑшса выртӗҫ.</verse>
				<verse number="48">Тӳпепе ҫӗр, вӗсем ҫинче мӗн пурри хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫурҫӗртен Вавилона тустаракансем килеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="49">Вавилон Израилӗн аманнӑ ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ пек, Вавилонра та ҫӗршывӑн мӗнпур ҫыннине вӗлерсе тухӗҫ.</verse>
				<verse number="50">Хӗҫрен хӑтӑлнисем, кайӑр, чарӑнса ан тӑрӑр, инҫетри ҫӗршывра Ҫӳлхуҫана аса илӗр, Иерусалим сирӗн чӗрӗрте пултӑр.</verse>
				<verse number="51">Хамӑра хӑртнине илтнӗ чухне пире намӑсчӗ; ют ҫӗр ҫыннисем Ҫӳлхуҫанӑн таса Ҫуртне кӗрсессӗн, пире мӑшкӑл хупланӑччӗ.</verse>
				<verse number="52">Ҫавӑншӑн ӗнтӗ Эпӗ унӑн йӗрӗхӗсене айӑплас кун ҫывӑхарать, тет Ҫӳлхуҫа, ун чухне унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ ҫинче аманнисем йынӑшса выртӗҫ.</verse>
				<verse number="53">Вавилон тӳпене ҫити ҫӗкленес пулсан та, тӗрекне ҫӳллӗ вырӑнта ҫирӗплетсе лартас пулсан та, Ман ирӗкӗмпе ун патне тустаруҫӑсем пырӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="54">Вавилон енчен йӗни, макӑрни илтӗнет, Халдея ҫӗрӗнчен аркану кӗрлевӗ килсе ҫапать —</verse>
				<verse number="55">Ҫӳлхуҫа Вавилона ҫапла тустарать, унӑн мӑнаҫлӑ сассине ҫапла путарать. Хумсем кӗрлеҫҫӗ, кӑра шывсем шавлаҫҫӗ, вӗсен хӑватлӑ сасси инҫетре илтӗнет:</verse>
				<verse number="56">Вавилон ҫине тустаруҫӑ килет, унӑн ҫарҫисене тыткӑна илсе кайӗҫ, вӗсенӗн уххисене аркатӗҫ: Ҫӳлхуҫа, тавӑру Турри, тивӗҫлипе тавӑрӗ.</verse>
				<verse number="57">Унӑн улпучӗсемпе ӑсчахӗсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсемпе хула пуҫлӑхӗсене, ҫарҫисене ӳсӗрӗличчен ӗҫтерӗп, вӗсем ӗмӗрхи ыйхӑпа ҫывӑрса кайӗҫ те вӑранаймӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="58">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Вавилонӑн хулӑн хӳмисем тӗппипех ишӗлсе пӗтӗҫ, унӑн ҫӳллӗ хапхисем вутра ҫунса кайӗҫ; халӑхсем кӑлӑхах ӗҫленӗ эппин, йӑхсем хӑйсене вут-ҫулӑмшӑн асаплантарнӑ.</verse>
				<verse number="59">Иеремия пророк Сераияна — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — ӳкӗтлесе каланӑ сӑмах, ӑна вӑл Сераия, патша канӑвӗн пуҫлӑхӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларакан Иудея патшипе Седекияпа пӗрле Вавилона тухса кайнӑ чухне каланӑ.</verse>
				<verse number="60">Иеремия Вавилон ҫине килмелли пӗтӗм хӗн-хура пӗр уйрӑм хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ, унта вӑл ҫакӑнта Вавилон ҫинчен мӗн ҫырнине пурне те кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="61">Иеремия Сераияна ҫапла каланӑ: Вавилона ҫитсессӗн асту, ҫак сӑмахсене пурне те вуласа пар та</verse>
				<verse number="62">ҫапла кала: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ҫак ҫӗр ҫинчен ӑна пӗр ҫын, пӗр выльӑх юлмиччен, вӑл ӗмӗрлӗхе пушхир пулса тӑриччен пӗтеретӗп тесе малтанах каласа хунӑ» те.</verse>
				<verse number="63">Ҫак хут чӗркемне вуласа пӗтерсен, ун ҫумне чул ҫых та ӑна Евфрат варрине ывӑт,</verse>
				<verse number="64">вара ҫапла кала: «Вавилон та ҫакӑн пекех путӗ, вӑл Эпӗ яракан хӗн-хуртан ҫӗкленеймӗ, вӗсем пачах халсӑрланса юлӗҫ» те. Иеремия сӑмахӗсем ҫакӑнта вӗҫленеҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="52">
				<verse number="1">Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Седекия, Иоаким пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ;</verse>
				<verse number="3">ҫавӑнпа Иерусалимпа Иудӑна Ҫӳлхуҫа ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ; Седекия пыра-киле Вавилон патшинчен уйӑрӑлнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна ҫавӑрса илнӗ, ун йӗри-тавра тӑпра хӳме купаласа тухнӑ.</verse>
				<verse number="5">Хулана Седекия патшара вунпӗрмӗш ҫул ларичченех хупӑрласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Тӑваттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче, хулара хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланнӑ, ҫимелли пӗтӗмпе пӗтсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="7">Хула хӳмине витӗр шӑтарнӑ та, ҫар ҫыннисем пурте тухса тарнӑ; вӗсем ҫӗрле патша сачӗ ҫумӗнчи икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухса айлӑмри ҫулпа кайнӑ; хула йӗри-тавра халдейсем тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Халдея ҫарӗ патшана хыҫран хӑваланӑ, Седекияна Иерихон айлӑмӗнче хуса ҫитнӗ. Седекиян пӗтӗм ҫарӗ тарса пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="9">Патшана ярса тытнӑ, ӑна Вавилон патши патне Ривла хулине, Емаф ҫӗрне, илсе пынӑ, ӑна ҫавӑнта Вавилон патши сут тунӑ.</verse>
				<verse number="10">Вавилон патши ӗнтӗ Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Иудея пуҫлӑхӗсене те Ривлӑра чике-чике вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ Седекиян куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, хӑйне пӑхӑр тӑлӑпа тӑллама хушнӑ; унтан Вавилон патши ӑна Вавилона илсе кайнӑ та вилӗм кунӗ ҫитичченех тӗрмене хупса лартнӑ.</verse>
				<verse number="12">Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн ҫывӑх ҫынни — пырса ҫитнӗ,</verse>
				<verse number="13">вӑл Турӑ Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур пысӑк ҫурта та вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="14">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="15">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан хулара тӑрса юлнӑ хӑш-пӗр чухӑнсене, Вавилон патши патне тарнӑ ҫынсене тата чӗрӗ юлнӑ ӑстасене пурне те тыткӑна илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан унта иҫӗм ҫырли пахчисенче ӗҫлеме, ҫӗр ӗҫлеме чухӑн хура халӑха ҫеҫ хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="17">Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ.</verse>
				<verse number="18">Кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли хурансемпе калаксене те, ҫӗҫӗсемпе алтӑрсене те, кашӑксемпе мӗнпур пӑхӑр савӑта та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="19">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле те илсе кайнӑ: тирӗксемпе хыпкӑчсене те, алтӑрсемпе хурансене те, ҫу савӑчӗсене те, тӗтӗркӗчсене те, куркасене те, ылтӑн пулсан — ылтӑнне, кӗмӗл пулсан — кӗмӗлне, пурне те илнӗ;</verse>
				<verse number="20">Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, тинӗс айӗнчи сапана — вуникӗ пӑхӑр вӑкӑра — илсе кайнӑ; ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.</verse>
				<verse number="21">Кашни юпи вунсакӑр чике ҫӳллӗш пулнӑ, ытамласа виҫсессӗн вуникӗ чике пулнӑ; вӗсем хӑвӑл пулнӑ, пӑхӑр хулӑнӑшӗ тӑватӑ пӳрне таран пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Юпа тӑрринче пӑхӑртан тунӑ пилӗк чике ҫӳллӗш кӑшӑл пулнӑ; кӑшӑлӗ тавра — нар улмисемпе илемлетнӗ чӗнтӗр, пурне те пӑхӑртан тунӑ; тепӗр юпин тӑрри те ҫавнашкалах пулнӑ, нар улмисем те ҫавнашкалах пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Пур енӗпе те — нар улми, тӑхӑрвун ултӑ улма, чӗнтӗр йӗри-тавра пӗтӗмӗшпе ҫӗр улма пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех аслӑ священника Сераияна, иккӗмӗш священника Цефанияна тата Турӑ Ҫурчӗн уратине сыхлакан виҫӗ хуралҫӑна тыткӑна илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="25">Тата вӑл ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулнӑ пӗр хайрана, патша умӗнче тӑнӑ ҫичӗ ҫынна, хулара юлнӑскерсене, тата ҫарӑн аслӑ ҫыруҫине, ҫак ҫӗрӗн халӑхне ҫар ӗретне ҫыраканскере, тата ҫӗршыв халӑхӗн хулара тупӑннӑ утмӑл ҫыннине илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="26">Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, вӗсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="27">Вавилон патши вӗсене пӗтернӗ, вӗсене Емаф ҫӗрӗнчи Ривла хулинче вӗлернӗ. Иудӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчен тыткӑна хӑваласа кайнӑ.</verse>
				<verse number="28">Навуходоносор акӑ мӗн чухлӗ халӑха тыткӑна хӑваласа кайнӑ: ҫиччӗмӗш ҫулхине — виҫӗ пин те ҫирӗм виҫӗ иудее;</verse>
				<verse number="29">Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимран сакӑрҫӗр вӑтӑр икӗ ҫынна хӑваласа кайнӑ;</verse>
				<verse number="30">Навуходоносор ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан ҫичҫӗр хӗрӗх пилӗк иудее хӑваласа кайнӑ; пӗтӗмпе вара тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулать.</verse>
				<verse number="31">Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан Вавилон патши Евилмеродах, хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иудея патшине Иехонияна ырӑ тунӑ, ӑна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ,</verse>
				<verse number="32">вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, ӑна вӑл хӑй патӗнчи, Вавилонри, патшасенчен мала хунӑ;</verse>
				<verse number="33">унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, Иехония вара ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ун патӗнче ӗҫсе-ҫисе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="34">Пурӑнма мӗн кирлине ӑна кунран-кунах, хӑй виличченех, ӗмӗрӗ тӑршшӗпех, патшаран парса тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="25">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ах, мӗнле тӑр-пӗччен ларать йышлӑ халӑх пурӑннӑ хула! Вӑл тӑлӑх арӑм пек тӑрса юлчӗ; халӑхсем хушшинче асли пулнӑскер, ҫӗрсенӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер, халь хырҫӑ тӳлесе тӑрать.</verse>
				<verse number="2">Каҫсерен вӑл татӑлса йӗрет, пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ юхать. Хӑйне юратнӑ ҫынсем хушшинче ӑна лӑплантараканӗ ҫук; тусӗсем ӑна пурте пӑрахрӗҫ, унӑн тӑшманӗсем пулса тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Хӗн-асап ҫитнӗрен, йывӑр чуралӑха кӗрсе ӳкнӗрен Иуда куҫса кайрӗ, суя тӗнлисем хушшине вырӑнаҫрӗ — канӑҫ тупаймарӗ; хӑвалаканнисем ӑна хӗсӗк ҫӗрте хӑваласа ҫитрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Сион ҫулӗсем уява килекен ҫуккипе хуйхӑраҫҫӗ; унӑн пур хапхи те пушанса юлчӗ; священникӗсем унӑн ассӑн сывлаҫҫӗ, хӗрӗсем унӑн салхуллӑ, ӑна хӑйне те йывӑр.</verse>
				<verse number="5">Тӑшманӗсем мала тухрӗҫ унӑн, ӑна усал суннисем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӗ нумайран Ҫӳлхуҫамӑр ун ҫине ҫапла хуйхӑ ячӗ; хӑйсен умӗнчен уттарса, тӑшмансем вӗсен ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Сион хӗрӗн чаплӑ илемӗ пӗтӗмпех сӳнчӗ; унӑн ҫулпуҫӗсем — улӑх тупайман пӑлансем пек; вӗсем, халтан кайнӑскерсем, хӑвалакан умӗнче пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Инкеклӗ те асаплӑ кунӗсенче Иерусалим хӑйӗн ӗлӗкхи чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫинчен аса илчӗ, халӗ унӑн халӑхне тӑшман алли ҫапса ӳкерчӗ те — ӑна никам та пулӑшмасть; ӑна усал суннисем ун ҫине пӑхаҫҫӗ те унӑн шӑматкунӗсенчен кулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Пысӑк ҫылӑха кӗчӗ Иерусалим, ҫавӑнпа йӗрӗнмелле пулса тӑчӗ; унччен ӑна мухтаса аслӑланисем пурте ун ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ: вӗсем унӑн ҫарамасне курчӗҫ; хӑй те вӑл ассӑн сывлать, пуҫне каялла пӑрать.</verse>
				<verse number="9">Унӑн арки ҫинче тасамарлӑхӗ пулнӑ, ҫапах вӑл пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшламан, ҫавӑнпа ӗнтӗ калама ҫук мӗскӗнленнӗ, анчах ӑна лӑплантараканӗ ҫук. «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ман хурлӑхӑма курсамччӗ, тӑшман ытла та чапа тухса кайрӗ!»</verse>
				<verse number="10">Тӑшман унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫине алӑ тӑсрӗ; вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Таса Ҫуртне суя тӗнлисем кӗнине курать, Эсӗ вара унта, Хӑвӑн пухӑвна, вӗсене кӗртме хушманччӗ.</verse>
				<verse number="11">Унӑн пӗтӗм халӑхӗ ҫӑкӑр шыраса хӑшкӑлать, ҫимеллишӗн, чунӗ йӑл илмелӗх, хаклӑ япалисене парать. «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, курсамччӗ: мӗн тери мӗскӗне эпӗ юлтӑм!»</verse>
				<verse number="12">Эй иртен-ҫӳренсем, сирӗн тӗле ҫакӑн евӗрли ан ҫиттӗр! пӑхӑр-ха, курӑр-ха: манӑнни пек чир, Хӑйӗн вут-ҫулӑмлӑ ҫилли килнӗ кун Ҫӳлхуҫамӑр янипе мана ҫитсе ҫапнӑ чир евӗрли, урӑх пур-и тата?</verse>
				<verse number="13">Вӑл ҫӳлтен манӑн шӑммӑм-шаккӑма вут ячӗ те халӗ ӑна ҫунтарса тӑрать; серепе карса урана тӑллантарчӗ, ҫавӑрса ӳкерчӗ мана, мана кӗлмӗҫе тӑратса хӑварчӗ, кашни кун асапланмалла турӗ.</verse>
				<verse number="14">Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсен сӳсменне Унӑн алли тыткӑчларӗ; вӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхнӑ та манӑн мӑя тӑхӑнтартнӑ; Вӑл манӑн вӑйӑма хавшатрӗ. Ҫӳлхуҫа мана ҫӑлӑнма ҫук алла ӳкерчӗ.</verse>
				<verse number="15">Ман хушшӑмри пӗтӗм вӑйлӑ ҫыннӑма Ҫӳлхуҫа кӗҫӗне хӑварчӗ, манӑн яш ачамсене пӗтермешкӗн мана хирӗҫле пуху пухрӗ; Ҫӳлхуҫа Иуда хӗрне иҫӗм ҫырлине таптанӑ пек таптарӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫакӑншӑн йӗретӗп те эпӗ; куҫӑмран, манӑн куҫӑмран, шыв юхнӑ пек, куҫҫулӗ юхать, чунӑма хал кӳрсе лӑплантараканӑм манран аякра; манӑн ачамсене тустарса пӗтернӗ, мӗншӗн тесен тӑшман ҫиеле тухрӗ.</verse>
				<verse number="17">Сион ӗнтӗ аллине тӑсать, анчах ӑна лӑплантараканӗ ҫук. Ҫӳлхуҫа тӑшмансене Иакова хупӑрласа илме хушнӑ; ӗнтӗ Иерусалим вӗсемшӗн ирсӗр хула пулса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫамӑр тӳрӗ, эпӗ вара Унӑн сӑмахне пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ. Эй халӑхсем, пур халӑх, итлӗр-ха мана, манӑн чирӗме курсамӑр: манӑн хӗрӗмсемпе ҫитӗннӗ ывӑлӑмсене тыткӑна илсе кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Хамӑн тусӑмсене йыхӑратӑп, анчах вӗсем мана улталарӗҫ; священникӑмсемпе манӑн ватӑ ҫыннӑмсем, чунне йӑл илтермелӗх те пулин апат шыраса, хулара вилсе выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, Сана ҫине тӑрсах итлеменшӗн чунӑм тӑвӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗрем вырӑнтан тапранчӗ; тул енчен мана хӗҫ ача-пӑчасӑр тӑратса хӑварчӗ, килӗмре вара — вилӗм ҫитнӗ пекех.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ ахлатса йынӑшнине илтрӗҫ, анчах лӑплантараканӑм ҫук; тӑшманӑмсем пурте ман инкекӗм ҫинчен илтрӗҫ те Эсӗ ҫапла тунӑшӑн савӑнчӗҫ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ Ху малтанах каласа хунӑ куна ҫитме хушсамччӗ, вӗсем те ман евӗрлех пулса тӑринччӗҫ!</verse>
				<verse number="22">Санӑн умна вӗсен пӗтӗм усаллӑхӗ тухса тӑтӑр; Эсӗ вӗсене мана мӗнпур ҫылӑхӑмшӑн мӗн кӑтартнинех кӑтартсамччӗ: асапӑм питӗ йывӑр, чӗрем те халсӑрланса пырать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Хӑйӗн ҫиллипе Ҫӳлхуҫа Сион хӗрне мӗн тери тӗксӗмлетрӗ! Израиль илемне тӳперен ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те ури айне пулнӑскере Хӑй ҫиллийӗн кунӗнче асне те илмерӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ:</verse>
				<verse number="3">тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ;</verse>
				<verse number="4">тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа тӑшман пек пулчӗ те Израиле пӗтерсе тӑкрӗ, унӑн пӗтӗм керменне ҫаратса тухрӗ, унӑн тӗреклетнӗ ҫурчӗсене аркатрӗ, Иуда хӗрӗн куҫҫулӗпе асапӗ талккӑшӗпех сарӑлчӗ.</verse>
				<verse number="6">Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн парне вырӑнне тиркерӗ, Хӑйӗн Таса Ҫуртӗнчен чунне пистерчӗ, тӗреклетнӗ ҫурчӗсене тӑшман аллине пачӗ; тӑшман вара Турӑ Ҫуртӗнче уяв кунӗ чухнехи пекех шавларӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Сион хӗрӗн хӳмине ишме палӑртса хучӗ, вӗрен карӑнтарчӗ, тӑшман тустарасран Хӑйӗн аллине чарса тӑмарӗ; тулашӗнчи тӗрексене пӗтерсе тӑкрӗ, хӳмесем те пӗрлех ишӗлсе анчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Унӑн хапхисене ҫӗре таптаса кӗртрӗҫ; Вӑл вӗсенӗн сӑлӑпӗсене те ҫӗмӗрсе салатса тӑкрӗ; вӗсен патшипе улпучӗсем — суя тӗнлисем хушшинче; саккун пӗтсе ларчӗ те, вӗсен пророкӗсене Ҫӳлхуҫа курӑнми пулчӗ.</verse>
				<verse number="10">Сион хӗрӗн ватӑ ҫыннисем ҫӗр ҫинче пӗр чӗнмесӗр лараҫҫӗ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, хуйхӑ тумтирӗ уртса янӑ; Иерусалим хӗрӗсем пуҫне ҫӗрелле уснӑ.</verse>
				<verse number="11">Пӗчӗк ачисемпе кӑкӑр ачисем хула урамӗсенче выҫӑпа виле-виле выртнӑран ман халӑхӑмӑн хӗрӗ патне вилӗм ҫитрӗ; ҫакна курса, куҫӑм куҫҫуль юхтарса вӑйсӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗремӗм ҫурӑлса тухать.</verse>
				<verse number="12">Ҫав ачасем, аманнӑ ҫын пек, хула урамӗсенче вилнӗ чухне амӑшӗн чӗрҫийӗ ҫинче чун-чӗререн татӑлса ӗсӗклеҫҫӗ, амӑшне: «ӑҫта ҫӑкӑр? ӑҫта сӗт?» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Иерусалим хӗрӗ, мӗн калам-ши сана, мӗнпе танлаштарам-ши сана? Хӗрӗм, Сион хӗрӗ, сана йӑпатмашкӑн мӗнпе тана хурам-ши сана? Сурану тинӗс пекех анлӑ, кам сыватайӗ-ши сана?</verse>
				<verse number="14">Пророкусем сана пушӑ та суя сӑмахпа улталанӑ, сана тыткӑнран ҫӑлса хӑварас темен, йӗркесӗр ӗҫӳсене уҫса паман сана, суя хыпар каласа тӑнӑ, ҫакӑ сана кунтан кӑларса ярасси патнех илсе ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="15">Сана курсассӑн иртен-ҫӳренсем пурте пӗҫҫине шарт ҫапаҫҫӗ, шӑхӑрса яраҫҫӗ, пуҫне пӑркаласа, Иерусалим хӗрӗ ҫинчен: «ҫакӑ-и-ха вӑл чӑн илем, «Пӗтӗм ҫӗрӗн савӑнӑҫӗ» тесе ят панӑ хула ҫакӑ-и?» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Мӗнпур тӑшману, сан ҫине пӑхса, ҫӑварне карса пӑрахнӑ, шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ те шӑлне шатӑртаттарса ҫапла калаҫҫӗ: «ҫӑтса ятӑмӑр ӑна, ҫак саманта ҫеҫ кӗтсе тӑраттӑмӑр, кӗтсе илтӗмӗр, куртӑмӑр!» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа мӗн палӑртса хунине турӗ, Хӑй авал мӗн каланине вырӑна килтерчӗ, сана пӗр хӗрхенмесӗр ҫаратса хӑварчӗ, тӑшманна савӑнтарчӗ, сана усал сунакансен мӑйракине ҫӗклерӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсенӗн чӗри Ҫӳлхуҫана тархасласа йӗрет: эй Сион хӗрӗн хӳми! шыв юхнӑ пек чарӑнмасӑр, кунӗн-ҫӗрӗн куҫҫулӗ юхтар, хӑвна канӑҫ ан пар, куҫ хупмасӑр сӑнаса тӑр.</verse>
				<verse number="19">Тӑр, ҫӗрӗпе тархасла, хурал сехечӗ ҫитмессерен йӑлӑн; Ҫӳлхуҫамӑр сӑнӗ умӗнче пӗтӗм чунна шыв тӑкнӑ пек уҫса пар; кашни урам кӗтесӗнче выҫӑпа вилекен ачусен чунӗсемшӗн аллуна Ун еннелле тӑс.</verse>
				<verse number="20">«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, курсам, куҫна уҫса пӑхсам, кама та пулин ҫапла тунӑ-и Эсӗ: хӗрарӑм хӑй ҫуратнӑ, хӑй ӗмӗртекен ачине ҫини пулнӑ-и? Ҫӳлхуҫанӑн Таса Ҫуртӗнче священникпа пророка вӗлерни пулнӑ-и?</verse>
				<verse number="21">Урам тӑршшӗпе ҫӗр ҫинче ачасемпе ватӑсен виллисем выртаҫҫӗ; манӑн хӗрӗмсемпе яш ачамсем хӗҫ айне пулса пӗтрӗҫ; Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ кун вӗлертӗн, пӗр хӗрхенмесӗр чиксе пӑрахрӑн.</verse>
				<verse number="22">Манӑн асапӑмсене Эсӗ, уява пухнӑ пек, пур ҫӗртен те пуҫтартӑн, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче никам та ҫӑлӑнаймарӗ, никам та чӗрӗ юлаймарӗ; эпӗ тӑрантарса ӳстернисене манӑн тӑшманӑм пӗтерсе тӑкрӗ».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эпӗ — Турӑ ҫиллин туйинчен хуйхӑ тӳснӗ ҫын.</verse>
				<verse number="2">Вӑл мана ертсе кайрӗ те ҫутта мар, сӗмлӗхе илсе кӗчӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫапла, Вӑл мана хирӗҫ тӑчӗ те — кунӗпе аллине мана хирӗҫ тытса тӑрать;</verse>
				<verse number="4">пӗтӗм ӳтӗм-тирӗме сӳслентерчӗ, шӑммӑм-шаккӑма хавшатрӗ;</verse>
				<verse number="5">мана пӳлсе лартрӗ те — хурлӑхпа асап хушшине хӑварчӗ;</verse>
				<verse number="6">тахҫан вилнӗ ҫынсене пытарнӑ пек, мана тӗттӗм вырӑна кӗртсе лартрӗ;</verse>
				<verse number="7">эпӗ тухасран ман тавра хӳме ҫавӑрчӗ, ман сӑнчӑрӑма йывӑрлатрӗ,</verse>
				<verse number="8">эпӗ тархасланӑ чухне, йӗрсе йӑлӑннӑ чухне манӑн кӗллӗме чарса тӑчӗ;</verse>
				<verse number="9">манӑн ҫулсене чулсемпе пӳлсе хучӗ, манӑн сукмакӑмсене хупларӗ.</verse>
				<verse number="10">Маншӑн вӑл пытанса тӑракан упа пек, вӑрттӑн ҫӗрти арӑслан пек пулса тӑчӗ;</verse>
				<verse number="11">манӑн ҫулсене хупларӗ те мана туласа тӑкрӗ, мана ниме тӑман ҫын туса хучӗ;</verse>
				<verse number="12">уххине туртса карӑнтарчӗ те — мана ҫӗмрен ҫитсе тӑрӑнмалли тӗле тӑратрӗ;</verse>
				<verse number="13">йӗннинчен кӑларнӑ ҫӗмренӗсене манӑн пӳреме тӗллесе ячӗ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ пӗтӗм халӑхӑм куллийӗ, унӑн кулленхи мӑшкӑл юррийӗ пулса тӑтӑм.</verse>
				<verse number="15">Вӑл мана йӳҫӗпе тӑрантарса ҫитерчӗ, эрӗм ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ.</verse>
				<verse number="16">Шӑлӑмсене чулпа тӗпретрӗ, хама кӗлпе витсе хӑварчӗ.</verse>
				<verse number="17">Чунӑмран вара канӑҫлӑх тарчӗ, эпӗ ырӑлӑх пуррине те мантӑм,</verse>
				<verse number="18">каларӑм вара: вӑй-халӑм пӗтрӗ, Ҫӳлхуҫана шанма та пӑрахрӑм, терӗм.</verse>
				<verse number="19">Манӑн асапӑмпа инкекӗм ҫинчен, эрӗмпе ват ҫинчен шухӑшласа пӑхсамччӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫакна манӑн чунӑм асра ҫирӗп тытать, хуйхӑпа касӑлать.</verse>
				<verse number="21">Чӗреме эпӗ акӑ мӗнле хуравлӑп, ҫавӑнпа акӑ мӗне шанса тӑрӑп:</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе эпир тӗппипех пӗтмерӗмӗр: Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлӗ иксӗлмерӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл ирсерен ҫӗнелсе пырать; Санӑн тӳрӗлӗхӳ аслӑ!</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм, тет манӑн чунӑм; эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа Хӑйне шанса тӑракансемшӗн, Хӑйне шыракан чуншӑн ырӑлӑхлӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫаран тӳсӗмлӗн ҫӑлӑнӑҫ кӗтекене ырӑлӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫамрӑклах йывӑрлӑх тӳсекене ырӑлӑх пулӗ;</verse>
				<verse number="28">вӑл чӗнмесӗр улаххӑн ларать: ҫав йывӑрлӑха ун ҫине Турӑ тиенӗ;</verse>
				<verse number="29">«тен, шанчӑк пӗтмен-ха» тесе, вӑл тути-ҫӑварӗпе тӑпрана сӗртӗнет;</verse>
				<verse number="30">хӑйне хӗнекен енне пичӗпе ҫаврӑнса тӑрать, ытлашшипех мӑшкӑл тӳсет.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗхех пӑрахмасть.</verse>
				<verse number="32">Халӗ асап Вӑл янӑ, кайран Хӑйӗн иксӗлми ырӑлӑхӗпе хӗрхенсе каҫарать.</verse>
				<verse number="33">Вӑл этем ывӑлӗсене чӗри хушнипе айӑпламасть, чӗри хушнипе хурлантармасть.</verse>
				<verse number="34">Анчах тӗрмере ларакансене урапа таптаҫҫӗ пулсан,</verse>
				<verse number="35">Ҫӳлти Турӑ умӗнче этеме тӳрӗ мар сут тӑваҫҫӗ пулсан,</verse>
				<verse number="36">этеме хӑйӗн ӗҫӗнче хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан, ҫавна Ҫӳлхуҫа курмасть-и вара?</verse>
				<verse number="37">«Ҫӳлхуҫа хушман ӗҫ те пулать» теекенӗ кам-ха вӑл?</verse>
				<verse number="38">Инкекӗ те, ырӑлӑхӗ те Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗнчен килмест-и?</verse>
				<verse number="39">Мӗншӗн ӳпкелешет-ха пурӑнакан этем? кашниех хӑйӗн ҫылӑхне ӳпкелетӗр.</verse>
				<verse number="40">Хамӑр ҫулсене сӑнар та, тишкерсе пӑхар та — Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнар.</verse>
				<verse number="41">Хамӑр чӗремӗре тата аллӑмӑра тӳпери Туррӑмӑр енне ҫӗклер:</verse>
				<verse number="42">эпир Турӑран уйрӑлса кайрӑмӑр та тӳрккеслентӗмӗр; Эсӗ хӗрхенмерӗн;</verse>
				<verse number="43">Эсӗ ҫилленсе ҫитрӗн те пире хӗсӗрлеме, вӗлерме пуҫларӑн, хӗрхенсе тӑмарӑн;</verse>
				<verse number="44">Эсӗ, пирӗн кӗллӗмӗр ан ҫиттӗр тесе, Хӑвна пӗлӗтпе хупӑрларӑн;</verse>
				<verse number="45">Эсӗ пире халӑхсем хушшинче ҫӳп-ҫап, йӗрӗнчӗк туса хутӑн.</verse>
				<verse number="46">Пур тӑшман та пирӗн ҫине ҫӑварне карса пӑрахрӗ.</verse>
				<verse number="47">Пирӗн шӑпамӑр — хӑрушлӑхпа янтӑ шӑтӑк, ҫаратупа тустару.</verse>
				<verse number="48">Манӑн халӑхӑмӑн хӗрӗ пӗтнишӗн куҫӑмран куҫҫулӗ шыв пек юхать.</verse>
				<verse number="49">Вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗм юхать, чарӑнмасть: Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине тӳперен хӗрхенсе пӑхиччен ҫӑмӑллӑх килмӗ.</verse>
				<verse number="50"></verse>
				<verse number="51">Хуламӑн пӗтӗм хӗрӗшӗн куҫӑм чунӑма хурлантарать.</verse>
				<verse number="52">Тӑшманӑмсем мана, ним сӑлтавсӑрах, кайӑка тытнӑ пек ярса тытасшӑн темӗнле те тӑрӑшрӗҫ;</verse>
				<verse number="53">мана шӑтӑка пӑрахрӗҫ те мана чулпа пере-пере пӗтерчӗҫ.</verse>
				<verse number="54">Мӑйӑм таран шыв тулса хӑпарчӗ те, эпӗ вара: «пӗтрӗм» терӗм.</verse>
				<verse number="55">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Сана тарӑн шӑтӑкран тархасларӑм.</verse>
				<verse number="56">Эсӗ манӑн сассӑма илтрӗн; эпӗ ахлатса хуйхӑрнинчен, эпӗ кӑшкӑрса йӗнинчен хӑлхуна ан хупласамччӗ.</verse>
				<verse number="57">Эпӗ Сана тархасланӑ чухне Эсӗ ҫывӑхараттӑн та: «ан хӑра» тесе калаттӑн.</verse>
				<verse number="58">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ манӑн чунӑм ӗҫне хӳтӗлерӗн; манӑн пурӑнӑҫӑма хӑтарса пытӑн.</verse>
				<verse number="59">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ эпӗ кӳреннине куратӑн, манӑн ӗҫӗме татса парсамччӗ.</verse>
				<verse number="60">Эсӗ вӗсем мана епле тавӑрасшӑн ҫуннине, мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех куратӑн.</verse>
				<verse number="61">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсем мана епле хӑртнине, мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех илтетӗн,</verse>
				<verse number="62">мана тапӑнакансен сӑмахне, вӗсен мана хирӗҫ кашни кунах шутласа кӑларакан чее мелӗсене пӗлсе тӑратӑн.</verse>
				<verse number="63">Пӑхсам, лараҫҫӗ-и, тӑраҫҫӗ-и вӗсем, эпӗ вӗсемшӗн — урам юрри кӑна.</verse>
				<verse number="64">Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хӑйсен аллисем тунӑ ӗҫӗсене кура тавӑрса парсамччӗ вӗсене;</verse>
				<verse number="65">вӗсен чӗрисене минретсемччӗ, вӗсем ҫине Хӑвӑн ылханна ярсамччӗ;</verse>
				<verse number="66">эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсене ҫиллӳпе хӑваласамччӗ, тӗнчере юлмиччен пӗтерсе тӑксамччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Мӗн тери тӗссӗрленнӗ ылтӑн, мӗн тери улшӑннӑ пахаран паха ылтӑн! Таса Ҫурт чулӗсем кашни урамра сапаланса выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="2">Сионӑн хаклӑ ывӑлӗсем, чи таса ылтӑнпа танлӑскерсем, тӑм савӑтпа, чӳлмекҫӗ алли тунӑ япалапа, танлашрӗҫ!</verse>
				<verse number="3">Тискер чӗрчунсем те хӑйсен ҫурисене чӗчӗ парса ӗмӗртеҫҫӗ, ман халӑхӑмӑн хӗрӗ вара пушхирти страус пекех шелсӗр пулса кайрӗ.</verse>
				<verse number="4">Кӑкӑр ачин чӗлхи сӗтсӗр антӑхнӑран ҫӑвар маччине ҫыпҫӑнать; ачасем ҫӑкӑр ыйтаҫҫӗ, анчах вӗсене никам та памасть.</verse>
				<verse number="5">Унччен тутлӑ ҫинӗскерсем урамра хухса типеҫҫӗ; йӗпкӗн хӗрлӗ тӑхӑнса ҫӳренисем тислӗк ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ман халӑхӑмӑн хӗрне усал ӗҫӗсемшӗн панӑ хаса ҫылӑхсемшӗн пӗтнӗ Содом вилӗмӗнчен те пысӑкрах: Содома пӗр авӑкрах пӗтерсе тӑкнӑ, ӑна ҫын алли тӗкӗнмен.</verse>
				<verse number="7">Ман халӑхӑмӑн хӗрӗн ҫулпуҫӗсем юртан та тасарахчӗ, сӗтрен те шурӑрахчӗ; ӳчӗпе вӗсем мерченрен те хитререхчӗ, сӑнӗпе вӗсем сапфир евӗрлехчӗ;</verse>
				<verse number="8">халӗ вӗсенӗн сӑнӗ тӗксӗмрен те тӗксӗм; вӗсене урамра курсан паллаймаҫҫӗ; вӗсенӗн тирӗ шӑмми ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларнӑ, хӑрӑк йывӑҫ пекех пулса кайнӑ.</verse>
				<verse number="9">Хӗҫрен вилнисем выҫӑпа вилнисенчен телейлӗрех, мӗншӗн тесен кусем уй-хир ҫимӗҫӗ ҫитменнипе хухса пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫемҫе чӗреллӗ хӗрарӑмсем хӑйсен аллипех хӑйсен ачисене пӗҫернӗ: халӑхӑмӑн хӗрӗ пӗтнӗ вӑхӑтра ҫапла хӑйсемшӗн ҫимелли хатӗрленӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫиллине кӑтартрӗ, Хӑй ҫиллин хаярлӑхне ҫитерчӗ те Сиона вут хыптарчӗ, ҫав вут-ҫулӑм унӑн никӗсне тӗп турӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӗр ҫинчи патшасем, тӗнчери мӗнпур ҫын Иерусалим хапхинчен тӑшман кӗрессе ӗненменччӗ.</verse>
				<verse number="13">Пӗтӗмпе ҫакӑ унӑн суя пророкӗсем тунӑ ҫылӑхсемшӗн, унта тӳрӗ ҫынсенӗн юнне юхтарнӑ священникӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн килсе тухрӗ;</verse>
				<verse number="14">вӗсем, суккӑр пек, урам тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗҫ, юнпа вараланчӗҫ, вӗсенӗн тумтирӗ ҫумне пырса сӗртӗнме те май ҫукчӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсене курсан: «пӑрӑнӑр! таса мар ҫын пырать!», «пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр, ан сӗртӗнӗр!» тесе кӑшкӑратчӗҫ; вӗсем аванмарланса иртсе каятчӗҫ; халӑх хушшинче вара ҫапла калатчӗҫ: «вӗсем текех пулмӗҫ!</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа сӑнӗ вӗсене салатса ярӗ; Вӑл ӗнтӗ вӗсем ҫине пӑхмӗ» теетчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем священниксене хисеплемеҫҫӗ, ватӑ ҫынсене хӗрхенмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Пулӑшу килессе усӑсӑр кӗтсе, пирӗн куҫсем ывӑнса ҫитрӗҫ; хамӑрӑн хурал пашни енчен эпир хамӑра хӑтарма пултарайман халӑха кӗтрӗмӗр.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем вара, пире хамӑр хула урамӗпе ҫӳреттерес мар тесе, пирӗн утӑмсене сыхласа тӑнӑ; пирӗн вилӗм ҫывӑхарчӗ, пирӗн ӗмӗр вӗҫленчӗ; вилӗм ҫитрӗ пирӗн.</verse>
				<verse number="19">Пире йӗрлекенсем тӳпери ӑмӑрткайӑкран та вичкӗнрехчӗ; пире хыҫран тусем тӑрӑх хӑваларӗҫ, пире пушхирте сыхласа тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Пирӗн сывлан сывлӑшӑмӑр, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗ ҫын, эпир ун ҫинчен: «халӑхсем хушшинче унӑн хӳттинче пурӑнӑпӑр» тенӗскер, вӗсен шӑтӑкне лекнӗ.</verse>
				<verse number="21">Савӑн та хӗпӗрте, Уц ҫӗрӗнче пурӑнакан Эдом хӗрӗ! Сан патна та курка ҫитӗ; ӳсӗрӗличчен ӗҫсе тултарӑн та ҫарамас тӑрса юлӑн.</verse>
				<verse number="22">Эй Сион хӗрӗ! йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн тӳсекен асапу пӗтрӗ; Турӑ сана текех хӑваламӗ; анчах та, Эдом хӗрӗ, Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пырса курӗ те ҫылӑхусене ҫиеле кӑларӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эпир мӗн курнине аса илсемччӗ; хӗрхенсе пӑхсамччӗ, эпир мӑшкӑл тӳснине курсамччӗ.</verse>
				<verse number="2">Пирӗн пурлӑхӑмӑр ют ҫынсен аллине куҫрӗ, пирӗн ҫуртӑмӑрсем ют ӑрусенӗн аллине куҫрӗҫ;</verse>
				<verse number="3">эпир тӑлӑха, аттесӗр, тӑрса юлтӑмӑр; пирӗн аннемӗрсем — тӑлӑх арӑм пекех.</verse>
				<verse number="4">Хамӑр шывӑмӑра кӗмӗлле ӗҫетпӗр, хамӑр вутӑ-шанкӑмӑр пире укҫалла тивет.</verse>
				<verse number="5">Пире ӗнсе чикки парса хӑвалаҫҫӗ, эпир ӗҫлетпӗр, анчах канӑҫ курмастпӑр.</verse>
				<verse number="6">Тӑраниччен ҫӑкӑр ҫиесчӗ тесе, аллӑмӑра Египетпа Ассири ҫыннисем енне тӑсатпӑр.</verse>
				<verse number="7">Пирӗн аттемӗрсем ҫылӑха кӗнӗ; вӗсем ҫук ӗнтӗ, эпир вара вӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсемшӗн асап тӳсетпӗр.</verse>
				<verse number="8">Пирӗнпе чурасем хуҫаланаҫҫӗ, пире вӗсен аллинчен хӑтаракан никам та ҫук.</verse>
				<verse number="9">Пушхирте хӗҫ айне пулса вилес хӑрушлӑхра хамӑр валли ҫӑкӑр тупса пурӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="10">Выҫӑпа касӑхса пурӑннӑран пирӗн ӳт-тирӗмӗр кӑмака маччи пек хуралса ларчӗ.</verse>
				<verse number="11">Арӑмсене Сионра, хӗрсене Иуда хулисенче мӑшкӑллаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫулпуҫсене вӗсем ҫака-ҫака вӗлернӗ, ватӑ ҫынсене хисепрен кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="13">Каччӑсене арман чулӗ ҫавӑрттараҫҫӗ, ачасем вутӑ ҫӗклемӗ йывӑррипе ун айне пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӗнтӗ ватӑсем хапха умӗнче лармаҫҫӗ; каччӑсем юрламаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Чӗремӗрсен савӑнӑҫӗ пӗтрӗ; вӑйӑ карти вырӑнне хурлану тӑрса юлчӗ.</verse>
				<verse number="16">Пирӗн пуҫӑмӑр ҫинчен пуҫкӑшӑль ӳкрӗ; пире ҫылӑха кӗнӗшӗн хуйхӑ ҫитрӗ!</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑншӑн ыратать те сурать пирӗн чӗремӗр; ҫакӑншӑн куҫӑмӑр тӗссӗрленчӗ.</verse>
				<verse number="18">Сион тӑвӗ пушанса юлнӑран унта тилӗсем анчах ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пур; Санӑн аслӑ вырӑну сыпӑкран сыпӑка пырать.</verse>
				<verse number="20">Мӗншӗн пире пӗтӗмпех манса каятӑн-ши, пире нумайлӑха пӑрахса хӑваратӑн-ши?</verse>
				<verse number="21">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, пире Ху енне ҫавӑр та, эпир Сан хыҫҫӑн кайӑпӑр; авалхи пек, пирӗн кунсене ҫӗнетсем.</verse>
				<verse number="22">Эсӗ пире йӑлтах пӑрахрӑн-шим, пире виҫесӗр хытӑ ҫиллентӗн-шим?</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="26">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ҫапла пулчӗ: вӑтӑрмӗш ҫулта, тӑваттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче, эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче тыткӑна илсе килнӗ халӑх хушшинче тӑнӑ чухне, тӳпе уҫӑлса кайрӗ те, эпӗ Турӑ кӑтартнине куртӑм.</verse>
				<verse number="2">Уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче (ку вӑл Иоаким патшана тыткӑна илни пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан пулчӗ)</verse>
				<verse number="3">Иезекииле, Вузий ывӑлне, священника, халдейсен ҫӗрӗнче, Ховар юханшывӗ хӗрринче, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ; ҫавӑнта ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ курах кайрӑм: акӑ ҫурҫӗр енчен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсе килет, капмар пӗлӗт тата явӑнса ҫунакан вут-ҫулӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑртатса тӑрать,</verse>
				<verse number="5">ҫакӑн варринчен вут варринче ҫулӑм ҫути евӗрлӗскер ялкӑшать; унӑн варринчен чӗрчун евӗрлӗскерсем тӑваттӑ курӑнаҫҫӗ; вӗсем акӑ мӗнлеччӗ: сӑн-сӑпачӗ вӗсен этемӗнни пек;</verse>
				<verse number="6">кашнийӗ тӑватшар питлӗ, кашнийӗ тӑватшар ҫунатлӑ;</verse>
				<verse number="7">урисем вӗсен — тӳрӗ туналлӑ, ури лаппийӗ — пӑру урин лаппийӗ евӗрлӗ, вӗсем йӗс пек ҫиҫеҫҫӗ (ҫуначӗсем ҫӑмӑл вӗсен).</verse>
				<verse number="8">Ҫуначӗсем айӗнче — этем аллисем, тӑватӑ енче те ҫавӑн пек;</verse>
				<verse number="9">пурте, тӑваттӑшӗ те, — пит-куҫлӑ, ҫунатлӑ; ҫуначӗсем вӗсен пӗр-пӗрне перӗнсе тӑраҫҫӗ; пынӑ чухне вӗсем пӑрӑнса каймаҫҫӗ, хӑйсен пичӗ-куҫӗ ӑҫталла пӑхать, ҫавӑнталла каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсен пичӗ-куҫӗ ҫакӑн евӗрлӗ — сылтӑм енчен пурин те, тӑваттӑшӗн те, этем пичӗ-куҫӗ пек тата арӑслан пичӗ-куҫӗ пек; сулахай енчен пурин те, тӑваттӑшӗн те, — пӑру пичӗ-куҫӗ пек тата ӑмӑрткайӑк пичӗ-куҫӗ пек.</verse>
				<verse number="11">Вӗсен пичӗ-куҫӗ, вӗсен ҫуначӗсем ҫӳлтен уйрӑммӑн курӑнаҫҫӗ, анчах кашнийӗн икӗ ҫуначӗ теприсен ҫуначӗсене перӗнсе тӑрать, ытти икӗ ҫуначӗ тӑлпӑвне витсе тӑрать.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем кашнийӗ хӑй пичӗ-куҫӗ хӑш еннелле пӑхать, ҫав еннелле каяҫҫӗ; Сывлӑш ӑҫталла каяс тет, ҫавӑнталла каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнса каймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав чӗрчунсем шӗл-кӑвар евӗрлӗ, ҫутнӑ лампада евӗрлӗ; чӗрчунсем хушшинче вут-ҫулӑм ҫӳрет, вут-ҫулӑм ялтӑртатать, ҫиҫет, ун ӑшӗнчен ҫиҫӗм тухать.</verse>
				<verse number="14">Чӗрчунсем унталла та кунталла ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ чӗрчунсем ҫине пӑхрӑм: акӑ ҫӗр ҫинче, ҫав чӗрчунсем патӗнче, вӗсенӗн тӑватӑ пичӗ-куҫӗ умӗнче пӗрер кустӑрма.</verse>
				<verse number="16">Ҫав кустӑрмасем, ӗренкине пӑхсан та, тытӑмне пӑхсан та, — топаз майлӑ, вӗсем тӑваттӑшӗ те пӗр евӗрлӗ; ӗренкине пӑхсан та, тытӑмне пӑхсан та, — пӗр кустӑрми тепӗр кустӑрми ӑшӗнче тӑнӑ пек курӑнать.</verse>
				<verse number="17">Пынӑ чухне вӗсем хӑйсен тӑватӑ енне каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Тукунӗсем вӗсен — ҫӳллӗ те хӑрушӑ; вӗсен тӑваттӑшӗн та тукунӗсем тавра туп-тулли куҫ.</verse>
				<verse number="19">Чӗрчунсем пынӑ чухне кустӑрмасем те вӗсен тӗлӗпе пыраҫҫӗ; чӗрчунсем ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсе кайнӑ чухне кустӑрмасем те ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Сывлӑш ӑҫталла каяс тет, чӗрчунсем те ҫавӑнталла каяҫҫӗ; Сывлӑш кирек ӑҫталла кайтӑр, кустӑрмасем те вӗсемпе пӗрлех ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ, мӗншӗн тесен кустӑрмасенче те чӗрчунсен чӗмӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Чӗрчунсем пынӑ чухне кустӑрмасем те пыраҫҫӗ; вӗсем чарӑнсан, кусем те чарӑнса тӑраҫҫӗ; вӗсем ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсе кайсан, вӗсемпе пӗрле кустӑрмасем те ҫӗкленсе каяҫҫӗ, мӗншӗн тесен кустӑрмасенче те чӗрчунсен чӗмӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Чӗрчунсен пуҫӗ тӗлӗнче пӗлӗт тӳпи евӗрлӗскер курӑнать, вӑл — ҫӳлте, вӗсен пуҫӗ тӗлӗнче сарӑлса тӑракан тӗлӗнмелле кристалл евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫав пӗлӗт тӳпи айӗнчи чӗрчунсем хӑйсен ҫунаттисене пӗр-пӗрин патне тӳррӗн сарнӑ, тата кашнийӗ хӑйӗн икӗ ҫуначӗпе хӑйне хуплать, кашнийӗ хӑйӗн икӗ ҫуначӗпе тӑлпӑвне витсе тӑрать.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем пынӑ чухне эпӗ вӗсен ҫуначӗсен шавне илтрӗм, вӑл — пысӑк шывсен сасси пек, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сасси пек, хӑватлӑ шав, вӑл ҫар тапӑрӗнчи шав евӗрлӗ; чарӑнса тӑнӑ чухне вара вӗсем хӑйсен ҫуначӗсене аялалла усаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсен пуҫӗ тӗлӗнчи тӳперен сасӑ илтӗнет; чарӑнса тӑрсассӑн, вӗсем хӑйсен ҫуначӗсене аялалла усаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӗсен пуҫӗ тӗлӗнче тӑракан тӳпе тӗлӗнче сапфир теекен чулран тунӑ патша пуканӗ евӗрлӗскер курӑнать; патша пуканӗ евӗрли ҫинче ҫын евӗрлӗскер ларать.</verse>
				<verse number="27">Куртӑм вара — металл ялкӑшать пек, ун ӑшӗнче, ун тавра вут-ҫулӑм ялкӑшать пек; пилӗкӗ евӗрлинчен ҫӳлелле те, пилӗкӗ евӗрлинчен аялалла та эпӗ темӗнле вут куртӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑраса тӑрать.</verse>
				<verse number="28">Ҫав йӗри-тавра ҫиҫсе-ялтӑраса тӑни ҫумӑр вӑхӑтӗнче пӗлӗт ҫинче пулакан асамат кӗперӗ евӗрлӗччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ курӑнчӗ. Ҫакна курсассӑн, эпӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, вара Калакан сассине илтрӗм, Вӑл мана ҫапла каларӗ: этем ывӑлӗ! уру ҫине тӑр, Эпӗ санпа калаҫӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл каланӑ хушӑра ман ӑшӑма Сывлӑш кӗчӗ те мана ура ҫине тӑратрӗ, эпӗ вара хама Калакана илтрӗм.</verse>
				<verse number="3">Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! Эпӗ сана Израиль ывӑлӗсем патне, пӑхӑнман ҫынсем патне, Мана хирӗҫ тӑнӑ ҫынсем патне, яратӑп, вӗсем тата вӗсенӗн ашшӗсем паянхи кунчченех Манӑн умра сутӑнчӑксем пулаҫҫӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="4">Хальхи ывӑлӗсен питне те кӗҫҫе ҫӗленӗ, вӗсем те хытӑ чӗреллӗ; Эпӗ сана ҫав ҫынсем патне яратӑп, эсӗ вӗсене ҫапла калӑн: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» тейӗн.</verse>
				<verse number="5">Итлӗҫ-и вӗсем, итлемӗҫ-и, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх; анчах вӗсем хӑйсен хушшинче пророк пуррине пӗлсе тӑччӑр.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, вӗсенчен ан хӑра, вӗсен сӑмахӗнчен те ан хӑра, вӗсем саншӑн йӗплӗ курӑксем, чикекен ҫум курӑкӗсем пулсан та, хӑв скорпионсем хушшинче пурӑнсан та, ан хӑра; эсӗ вӗсен сӑмахӗнчен ан хӑра, вӗсен сӑнӗнчен ан шиклен: мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала — итлӗҫ-и вӗсем, итлемӗҫ-и сана, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ хӑвна мӗн каланине итле; ҫав пӑлханакан халӑх пек чурӑс ан пул; ҫӑварна уҫ та — Эпӗ мӗн панине ҫисе яр, терӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара курах кайрӑм: акӑ ман енне алӑ тӑсӑлчӗ, акӑ ҫак алӑра — ҫыру чӗркемӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл ҫакна ман умӑма уҫса хучӗ, акӑ ҫав чӗркеме тул енчен те, шал енчен те ҫырса тухнӑ, ун ҫине: «куҫҫуль, тата асап, тата хуйхӑ» тесе ҫырнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Мана каларӗ: этем ывӑлӗ! хӑвӑн умӑнтине ҫисе яр, ҫак чӗркеме ҫисе яр, унтан кай та Израиль халӑхне пӗлтер, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Вара эпӗ ҫӑварӑма уҫрӑм та, Вӑл мана ҫав чӗркеме ҫиме пачӗ;</verse>
				<verse number="3">каларӗ мана: этем ывӑлӗ! Эпӗ сана ҫыру чӗркемӗ паратӑп, хырӑмна ҫакӑнпа тӑрантар, ӑшна ҫакӑнпа тултар, терӗ; эпӗ вара ҫисе ятӑм, манӑн тута-ҫӑварӑмшӑн вӑл пыл пекех пылак пулчӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! тӑр та Израиль халӑхӗ патне кай, вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала;</verse>
				<verse number="5">сана уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑх патне мар, Израиль килӗ патне яратӑп, терӗ,</verse>
				<verse number="6">уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑхсем патне мар — эсӗ вӗсен сӑмахне ӑнкарайман пулӑттӑн; ахӑртнех, Эпӗ сана вӗсем патне янӑ пулсассӑн та, вӗсем сана итленӗ пулӗччӗҫ;</verse>
				<verse number="7">Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ.</verse>
				<verse number="8">Акӑ вӗсен пичӗсене хирӗҫ тӑма Эпӗ санӑн питне те ҫирӗп турӑм, вӗсен ҫамкисене хирӗҫ тӑма санӑн ҫамкуна та ҫирӗп турӑм.</verse>
				<verse number="9">Санӑн ҫамкуна Эпӗ чулран та ҫирӗпрех алмаз пек турӑм; вӗсенчен ан хӑра, вӗсен умӗнче ан шиклен, мӗншӗн тесен вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Мана тата каларӗ: этем ывӑлӗ! Манӑн сана калас пӗтӗм сӑмахӑма чӗрӳ патне ил, хӑлхупа тӑнла;</verse>
				<verse number="11">тӑр та кунта куҫарса килнӗ ҫынсем патне, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсем патне, кай, итлӗҫ-и вӗсем сана, итлемӗҫ-и — пӗлтер вӗсене, кала вӗсене: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» те, терӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара мана Сывлӑш ҫӳлелле ҫӗклерӗ; эпӗ хам хыҫӑмра хӑрушла ҫӗр чӗтренӗвӗн кӗрлевне илтрӗм — Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫӗр ҫинчен ҫапла ҫӗкленсе кайрӗ —</verse>
				<verse number="13">тата чӗрчунсен пӗр-пӗринпе перӗнсе тӑракан ҫуначӗсен шавӗ, вӗсем патӗнчи кустӑрмасен сасси тата хӑрушла ҫӗр чӗтренӗвӗн кӗрлевӗ илтӗнсе тӑчӗ.</verse>
				<verse number="14">Сывлӑш мана ҫӳлелле ҫӗклесе илсе кайрӗ. Эпӗ пӑшӑрханса пытӑм, чӗрем пӑлханса ӳкрӗ; ман ҫинче Ҫӳлхуҫанӑн ҫирӗп алли пулчӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринчи Тел-Авив теекен вырӑна куҫарса килнӗ халӑх патне ҫитрӗм, вӗсем пурӑнакан вырӑнта чарӑнса тӑтӑм та вӗсем хушшинче ҫичӗ кун тӗлӗнсе пурӑнтӑм.</verse>
				<verse number="16">Ҫав ҫичӗ кун иртсен вара мана Ҫӳлхуҫа каларӗ:</verse>
				<verse number="17">этем ывӑлӗ! Эпӗ сана Израиль килӗн сыхлавҫи пулма тӑратрӑм, эсӗ Эпӗ калакан сӑмахӑма итлӗн те вӗсене Ман ятӑмран ӑса кӗртӗн.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ йӗркесӗр ҫынна: «вилӗмӳ ҫитӗ!» тенӗ чухне эсӗ ҫав ҫынна чӗрӗ хӑварас тесе ӑна ӑс памасан, йӗркесӗр ҫынна йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен сыхланма хушмасан, ҫав йӗркесӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗнчен хӑтӑлаймасӑрах вилӗ, Эпӗ вара унӑн юнне санран шыраса илӗп, терӗ.</verse>
				<verse number="19">Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна ӑс патӑн пулсан, анчах та вӑл хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене пӑрахмарӗ пулсан, хӑйӗн йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗпех вилӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ тӳрӗ ҫын умне такӑнмалли хурсан, вара ҫав ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем туса вилет пулсан, эсӗ ӑна ӑса кӗртме тӑрӑшман пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилӗ, ӑна ӗнтӗ унччен тунӑ ырӑ ӗҫӗсем те хӳтӗлеймӗҫ; Эпӗ вара унӑн юнне санран шыраса илӗп, терӗ.</verse>
				<verse number="21">Эхер те эсӗ тӳрӗ ҫын ҫылӑха ан кӗтӗр тесе ӑна ӑс патӑн пулсан, вӑл чӑнах та ҫылӑха кӗмерӗ пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна ӑса кӗртнӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑнта ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӑр та хире тух, Эпӗ унта санпа калаҫӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ тӑтӑм та хире тухрӑм; акӑ унта Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ, эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче курнӑ евӗрлӗ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ, тӑрать; эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.</verse>
				<verse number="24">Ӑшӑма Сывлӑш кӗчӗ те ура ҫине тӑратрӗ, Вӑл манпа калаҫрӗ, мана ҫапла каларӗ: кай та килӳнте питӗрӗнсе лар, терӗ.</verse>
				<verse number="25">Этем ывӑлӗ, акӑ сана тӑлӑпа тӑллӗҫ, сана унпа ҫыхса хурӗҫ, ӗнтӗ эсӗ вӗсем хушшинче ҫӳреймӗн.</verse>
				<verse number="26">Санӑн чӗлхӳне Эпӗ карланку ҫумне ҫыпӑҫтарса лартӑп та, эсӗ чӗлхесӗр пулӑн, вӗсене питлеймӗн: вӗсем — пӑлханакан халӑх.</verse>
				<verse number="27">Эпӗ санпа калаҫнӑ чухне санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна уҫӑп, вара вӗсене калӑн: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» тейӗн, кам итлес тет, итле; кам итлес мар тет, ан итле: вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эсӗ, этем ывӑлӗ, кирпӗч ил те ӑна хӑвӑн умна хур, ун ҫине Иерусалим хулине ӳкер;</verse>
				<verse number="2">ӑна хупӑрласа ил, ӑна хирӗҫ тӗрексем ларт, ун тавра тӑпра хӳме купаласа ҫавӑр, ӑна хирӗҫ тапӑр вырӑнаҫтар, йӗри-тавра ӑна хирӗҫ хӳме ишмелли сӑпрай лартса тух;</verse>
				<verse number="3">ху валли тимӗр хӑма ил те ҫавна хӑвӑнпа хула хушшине тимӗр хӳме вырӑнне тӑрат, хула ҫине пӑх, ӑна хупӑрласа илмелле, хупӑрласа ил ӑна. Ҫакӑ Израиль килӗшӗн пӗлтерекен паллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ вара сулахай аяку ҫине вырт та хӑвӑн ҫине Израиль килӗн йӗркесӗрлӗхне хур: ҫапла миҫе кун аяку ҫинче выртӑн, ҫавӑн чухлӗ вӗсен йӗркесӗрлӗхне тӳсӗн.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сана вӗсенӗн кашни йӗркесӗрлӗх ҫулӗшӗн пӗр кун картнӑ: Израиль килӗн йӗркесӗрлӗхне виҫҫӗр тӑхӑрвунӑ кун тӳсӗн.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна тусассӑн иккӗмӗш хут аяку ҫине вырт, ку хутӗнче сылтӑм аяку ҫине вырт, хӗрӗх кун хушши хӑвӑн ҫинче Иуда килӗн йӗркесӗрлӗхне чӑт, Эпӗ сана пӗр ҫулшӑн — пӗр кун, пӗр ҫулшӑн пӗр кун картнӑ.</verse>
				<verse number="7">Хупӑрласа илнӗ Иерусалим ҫине пӑх, ҫара сылтӑм аллуна ун ҫине тӑс, вара ӑна хирӗҫ кала, малашне мӗн пулассине пӗлтер.</verse>
				<verse number="8">Акӑ Эпӗ сан ҫине тӑлӑ хутӑм, эсӗ ӗнтӗ хулана хупӑрласа тӑнӑ кунусем иртиччен тепӗр аяку ҫине ҫаврӑнаймӑн.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑн валли тулӑпа урпа ил, тата лапчӑк пӑрҫа, тата ясмӑк, тата вир, тата пӑри ил, ҫакна пурне те пӗр савӑта яр, ҫакӑнтан ху валли ҫӑкӑр пӗҫер, миҫе кун аяку ҫинче выртмалла санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӑкӑр пӗҫер; ӑна эсӗ виҫҫӗр тӑхӑрвунӑ кун ҫийӗн.</verse>
				<verse number="10">Тӑранса пурӑнмалли апатна виҫепе, кунне ҫирӗм сикль чухлӗ, ҫи; ҫакна вӑхӑтран вӑхӑта ҫи.</verse>
				<verse number="11">Шыва та виҫепе ӗҫ, гинӑн улттӑмӗш пайӗ чухлӗ ӗҫ; ҫапла вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Урпа пашалӑвӗ пек туса ҫи, вӗсене халӑх умӗнче ҫын каяшӗ ҫинче пӗҫер, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа тата ҫапла каларӗ: Эпӗ Израиль ывӑлӗсене халӑхсем хушшине хӑваласа ярӑп та вӗсем унта ҫакӑн пек таса мар ҫӑкӑр ҫисе пурӑнӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! манӑн чунӑм нихӑҫан та ирсӗрленменччӗ, ачалӑхӑмран пуҫласа халиччен те эпӗ виле таврашӗ е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине ҫисе курманччӗ; манӑн ӑшӑма нимӗнле таса мар аш та кӗменччӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="15">Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ҫын каяшӗ вырӑнне ӗне тислӗкӗ илме ирӗк паратӑп, ҫӑкӑрна ҫавӑн ҫинче пӗҫерсе ҫи, терӗ.</verse>
				<verse number="16">Тата каларӗ мана: акӑ Эпӗ Иерусалимра ҫӑкӑр тӗрекне аркатӑп та, вара ҫӑкӑра виҫепе те хуйхӑра-хуйхӑра ҫийӗҫ, шыва та виҫепе те куляна-куляна ӗҫӗҫ,</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӑкӑрӗ те, шывӗ те ҫителӗксӗр пулӗ: вӗсем пӗр-пӗрин ҫине сехӗрленсе пӑхӗҫ, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсем пирки типсе ларӗҫ, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, ҫивӗч ҫӗҫӗ тыт, сухал хыракансен ҫӗҫҫине тыт, ҫавӑнпа ҫӳҫӳпе сухална хыр, унтан виҫе ил, каснӑ ҫӳҫне виҫӗ пая пайла, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Хулана ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн ҫӳҫӳн виҫҫӗмӗш пайне хула варринче ҫунтарса яр; тепӗр виҫҫӗмӗш пайне ил те хула айккинче ҫӗҫӗпе тураса пӑрах; тата тепӗр виҫҫӗмӗш пайне ҫилпе вӗҫтерсе яр; Эпӗ вара вӗсем хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп.</verse>
				<verse number="3">Ҫав юлашки пайӗнчен кӑштах уйӑрса ил те ӑна арку вӗҫне ҫыхса хур.</verse>
				<verse number="4">Ӗнтӗ ҫакӑнтан та уйӑрса ил, ӑна вута ывӑт, ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр. Ҫакӑнтан пӗтӗм Израиль килне хыпса илекен вут тухӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ку вӑл — Иерусалим! Эпӗ ӑна халӑхсем варрине лартрӑм, унӑн йӗри-тавра — тӗрлӗ ҫӗр.</verse>
				<verse number="6">Вӑл вара Эпӗ хунӑ йӗркесене хирӗҫ суя тӗнпе пурӑнакансенчен те ытларах усал турӗ, Манӑн йӗркеме хирӗҫ хӑй таврашӗнчи ҫӗрсенчен те начартарах турӗ: вӗсем Эпӗ хунӑ йӗркесене йышӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмаҫҫӗ, тет.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: йӗркесӗр ӗҫӗрсене эсир хӑвӑр тавра пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсенчен те нумайрах турӑр, эсир Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмастӑр, Эпӗ хунӑ йӗркесене тытмастӑр, эсир хӑвӑр тавра суя тӗнпе пурӑнакансен йӑли-йӗркипе те пурӑнмастӑр,</verse>
				<verse number="8">ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫапла тунӑшӑн акӑ Эпӗ те, Эпӗ Хам та — сана хирӗҫ, сана суя тӗнпе пурӑнакансем умӗнче сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="9">Пӗтӗм ирсӗр ӗҫӳсемшӗн сана нихӑҫан туманнине, ӳлӗмрен те ун пек тӑвассӑм ҫуккине кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла тунӑшӑн сирӗн хушшӑрта ашшӗсем ывӑлӗсене ҫийӗҫ, ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗсене ҫийӗҫ; эпӗ сана сут тӑвӑп, чӗрӗ юлнисене пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, тет.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма хӑвӑн пӗтӗм йӗрӗнчӗк ӗҫӳсемпе, путсӗр ӗҫӳсемпе ирсӗрлетнӗшӗн Эпӗ сана кӗҫӗне хӑварӑп, куҫӑм сана хӗрхенес ҫук, Эпӗ сана каҫармӑп.</verse>
				<verse number="12">Санӑн виҫҫӗмӗш пайӗ хӗн-суранпа асапланса вилӗ, хӑвӑр хушшӑрта выҫӑпа пӗтӗ; виҫҫӗмӗш пайӗ хӑвӑн таврашунтах хӗҫ айне пулса пӗтӗ; виҫҫӗмӗш пайне вара пӗтӗм ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вӗсем хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп.</verse>
				<verse number="13">Вара ҫиллӗм ҫаврӑнӗ те, вӗсем ҫине янӑ хаярлӑхӑм иртсе кайӗ те — лӑпланӑп; вӗсем ҫине янӑ хаярлӑхӑм иртсессӗн, Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсемшӗн хытӑ тӑнӑран ҫапла каланине пӗлӗҫ вара.</verse>
				<verse number="14">Сана пушхир тӑвӑп, сана хӑвӑн таврари халӑхсем хушшинче, кашни иртен-ҫӳрен умӗнче мӑшкӑл кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="15">Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм;</verse>
				<verse number="16">Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн,</verse>
				<verse number="17">сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Израиль тӑвӗсем енне ҫаврӑн та пӗлтер вӗсене,</verse>
				<verse number="3">кала: эй Израиль тӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр, те. Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, айлӑмсемпе васансене ҫапла калать: акӑ хӗҫӗме сире тӗллесе ярӑп та сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп;</verse>
				<verse number="4">сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлӗҫ, хӗвел ячӗпе лартнӑ юпӑрсене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, вӗлернисене хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсем умне пӑрахӑп;</verse>
				<verse number="5">Израиль ывӑлӗсен виллисене хӑйсен йӗрӗхӗсем умне хурӑп, сирӗн шӑммӑрсене хӑвӑрӑн чӳк вырӑнӗсем тавра сапаласа пӑрахӑп.</verse>
				<verse number="6">Сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлччӑр, арканччӑр тесе, сирӗн йӗрӗхӗрсем саланччӑр, пӗтчӗр тесе, хӗвел юписем ишӗлччӗр, эсир мӗн туни тӗппипех ҫухалтӑр тесе, эсир пурӑнакан пур вырӑнта та хуласене тустарса тухӗҫ, тӳпем вырӑнсене ишсе антарӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Сирӗн хушшӑрта ӗнтӗ вӗлернисем тӑкӑнӗҫ, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тесе калать те.</verse>
				<verse number="8">Анчах Эпӗ чӗрӗ юлнисене, йӑлкӑма, упраса хӑварӑп, ҫавӑнпа та сире тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх салатса ярсассӑн, хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ ҫыннӑрсем ытти халӑхсем хушшинче пулӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Хӑтӑлса юлнисем, хӑйсене халӑхсем хушшине тыткӑна илсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсенӗн Манран уйрӑлнӑ аскӑн чӗрисене тата йӗрӗхсем хыҫҫӑн асса ҫӳренӗ куҫӗсене касӑлтарсассӑн, Мана аса илӗҫ; вӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗсемпе туса тултарнӑ усал ӗҫӗсемшӗн хӑйсенчен хӑйсем йӗрӗнӗҫ,</verse>
				<verse number="10">вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ; вӗсем ҫине ҫакӑн пек хӗн-асап яратӑп тесе ахаль каламарӑм, тесе калать те.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пӗҫҫӳне шарт ҫап та урупа тапса ил, вара кала: Израиль килӗ туса тултарнӑ ирсӗр усал ӗҫсемшӗн асап ҫиттӗр! вӗсем хӗҫпе, выҫлӑхпа тата мур чирӗпе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Аякрисем мур чирӗпе вилӗҫ; ҫывӑхрисем хӗҫрен пӗтӗҫ; чӗрӗ юлнисем, хӑтӑлса юлнисем, выҫӑпа касӑхса вилӗҫ; Хамӑн ҫиллӗме вӗсене ҫапла кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="13">Вилнисем хӑйсен чӳк вырӑнӗсем тавра йӗрӗхӗсем хушшинче, кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, пӗтӗм ту тӑрринче, кашни ешерекен йывӑҫ айӗнче, кашни туратлӑ юман айӗнче, хӑйсен йӗрӗхӗсене ӑҫта ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ, ҫавӑнта выртнине курсан, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем ҫине Хамӑн аллӑма тӑсӑп та ҫӗре — Дивлаф пушхирӗнчен пуҫласа вӗсем пурӑнакан пӗтӗм вырӑнта — пушхирпе ҫеҫенхир тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">эсӗ, этем ывӑлӗ, кала, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль ҫӗрӗн пӗтес кунӗ ҫитрӗ — ҫӗрӗн тӑватӑ енне пӗтес кун ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="3">Акӑ пӗтетӗн эсӗ; сан ҫине Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп, сан ҫине хӑвӑн мӗнпур ирсӗр ӗҫне тийӗп.</verse>
				<verse number="4">Сана Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑрас ҫук, каҫармастӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тавӑрӑп, хӑвӑн ирсӗр ӗҫӳсем хӑвӑнпа пулӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тесе калать те.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫакӑн евӗрлӗ синкер — пӗртен-пӗрре, акӑ ҫав синкер килет.</verse>
				<verse number="6">Пӗтес кун килчӗ, килчӗ пӗтес кун, сана хупласа илчӗ; акӑ ҫитрӗ,</verse>
				<verse number="7">ҫӗр ҫинче пурӑнакан, сан патна сехмет ҫитрӗ! вӑхӑт ҫывӑхарать, тусем ҫинче хавассӑн кӑшкӑрасси мар, сехӗрленӳ кунӗ ҫывӑхарса килет.</verse>
				<verse number="8">Часах акӑ сан ҫине Хамӑн хаярлӑхӑма кӑларӑп, сан ҫине Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп, сан ҫине хӑвӑн мӗнпур ирсӗр ӗҫне тийӗп.</verse>
				<verse number="9">Сана Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑрас ҫук, каҫармастӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тавӑрӑп, хӑвӑн ирсӗр ӗҫӳсем хӑвӑнпа пӗрле пулӗҫ; вара Эпӗ айӑплакан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тет.</verse>
				<verse number="10">Акӑ кун! килчӗ, ҫитрӗ сехмет! туя ҫитӗнчӗ, мӑнаҫлӑх ӳссе сарӑлчӗ.</verse>
				<verse number="11">Усаллӑх туйи ҫине вӑй ҫӗкленет; вӗсенчен, вӗсен мулӗнчен те, вӗсен шавӗнчен те, вӗсен чаплӑлӑхӗнчен те нимӗн те юлмӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑхӑт ҫитрӗ, кун килсе ҫитрӗ; туянаканӗ ан савӑнтӑр, сутаканӗ ан йӗтӗр: ҫилӗ вӗсен пӗтӗм йышне тивет.</verse>
				<verse number="13">Ӗнтӗ хӑйсем чӗрӗ юлас пулсассӑн та, сутаканӗ сутнӑ япали патне таврӑнаймӗ: пророксем вӗсен пур йышӗ ҫинчен курни-калани каялла пулмӗ, хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсемпе никам та хӑй пурӑнӑҫне тӗреклетеймӗ.</verse>
				<verse number="14">Трупапа кӑшкӑртӗҫ, пурте хатӗрленӗҫ, анчах пӗри те вӑрҫа тухмӗ: вӗсен пӗтӗм йышӗ ҫинче Манӑн ҫиллӗм тӑрать.</verse>
				<verse number="15">Хӗҫ — кил тулашӗнче, килте вара — мур чирӗ те выҫлӑх. Хиртисем хӗҫрен вилӗҫ; хуларисене вара выҫлӑхпа тискер мур пӗтерсе тухӗ, тет.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем хушшинче чӗрӗ юлнисем тусем ҫине тарӗҫ, унта вӗсем айлӑм кӑвакарчӑнӗсем пек пулӗҫ; вӗсем пурте йынӑшӗҫ, кашнийӗ хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗшӗн ахлатӗ.</verse>
				<verse number="17">Пурин те аллисем лӑштах усӑнӗҫ, пурин те чӗркуҫҫийӗсем шыв пек чӗтренӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Вара вӗсем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӗҫ, вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ; пичӗ-куҫӗ пурин те намӑсланса хӗрелӗ, пурин те пуҫӗ шакла пулӗ.</verse>
				<verse number="19">Хӑйсен кӗмӗлне вӗсем урама кӑларса ывӑтӗҫ, вӗсем ылтӑна та нимӗн вырӑнне хумӗҫ. Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ ҫитнӗ кун вӗсене хӑйсен кӗмӗлӗ те, хӑйсен ылтӑнӗ те питех хӑтараймӗ. Ылтӑн-кӗмӗлпе вӗсем чунне те тӑрантараймӗҫ, хырӑмне те тултараймӗҫ: ӗнтӗ ылтӑн-кӗмӗле пула вӗсем усал ӗҫсем туса тултарнӑ.</verse>
				<verse number="20">Хӗрлӗ-капӑр тумпа ҫӳрекенсем ылтӑн-кӗмӗлтен мӑнаҫланмалли турӗҫ, унран хӑйсен ирсӗр йӗрӗхӗсене шӑратрӗҫ; ҫакӑншӑн ылтӑн-кӗмӗле вӗсемшӗн таса мар тӑвӑп;</verse>
				<verse number="21">ӑна ют ҫынсен аллине тупӑш вырӑнне парӑп, ӑна йӗркесӗр ҫынсене ҫаратма парӑп, ҫавсем ӑна ирсӗрлетӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ сӑнӑм-питӗмпе вӗсене тӳртӗн тӑрӑп та, Манӑн чӗрем тӗпӗнчине ирсӗрлетӗҫ; унта вӑрӑ-хурахсем ҫитӗҫ те ӑна ирсӗрлетӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Сӑнчӑр хатӗрле: ку ҫӗр юнлӑ усал ӗҫсемпе тулнӑ, хулара пусмӑрлаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ чи усал халӑхсене илсе килӗп, ҫавсем вӗсен ҫурчӗсене туртса илӗҫ. Вӑйлисен мӑнаҫлӑхне тӗп тӑвӑп, сирӗншӗн мӗн сӑваплине ирсӗрлетӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Синкер-сехмет килет; канӑҫлӑх шырӗҫ — тупаймӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Инкек хыҫҫӑн инкек, хыпар хыҫҫӑн хыпар килсе тӑрӗ; пророк урлӑ пӗлесшӗн пулӗҫ, священник вӗрентме пултараймӗ, ваттисем канаш параймӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Патша ӳпкелешӗ, улпут сехӗрленсе ӳкӗ, ҫӗршыв халӑхӗн алли чӗтрене ерӗ. Вӗсене хӑйсем мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура айӑплӑп, вӗсене хӑйсем мӗнле сут тунине кура сут тӑвӑп; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ку улттӑмӗш ҫулта, улттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче пулчӗ: эпӗ хамӑн килӗмре лараттӑм, Иудейӑн аслӑ ҫыннисем ман умӑмра ларатчӗҫ, ҫавӑн чухне ҫавӑнта ман ҫине Ҫӳлхуҫа Турӑ алли анчӗ.</verse>
				<verse number="2">Куртӑм вара: акӑ ҫын евӗрлӗскер, вӑл — вут-кӑвар пек, пилӗкӗнчен пуҫласа аялалла — вут, пилӗкӗнчен пуҫласа ҫӳлелле — ҫиҫсе-ялтӑраса тӑрать, ҫулӑм ҫути пек.</verse>
				<verse number="3">Вӑл алӑ евӗрлӗскерне тӑсрӗ те мана ҫӳҫрен ярса тытрӗ, Сывлӑш мана ҫӗрпе пӗлӗт хушшине ҫӗклесе хӑпарчӗ, Турӑ мана Иерусалим хулине, ҫурҫӗр енчи шалти хапха умне, илсе ҫитерчӗ, унта вара тарӑхтармӑш йӗрӗх, тарӑхтаракан йӗрӗх, лартнӑччӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ ҫавӑнта Израиль Туррийӗн мухтавлӑхне, хам унччен хирте курнӑскере, куртӑм.</verse>
				<verse number="5">Каларӗ мана: этем ывӑлӗ! пуҫна ҫӗклесе ҫурҫӗрелле пӑх-ха, терӗ. Эпӗ вара пуҫӑма ҫӗклесе ҫурҫӗрелле пӑхрӑм та, акӑ парне вырӑнӗн хапхи умӗнче ҫурҫӗр енче — леш тарӑхтармӑш йӗрӗх, кӗмелли вырӑнтах лараканскер.</verse>
				<verse number="6">Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! вӗсем мӗн тунине куратӑн-и? Израиль килӗ ҫакӑнта ҫапла тем тӗрлӗ ирсӗр ӗҫсем тунине куратӑн-и? Ҫавна пула Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ вырӑнӑма пӑрахса кайӑп. Ҫаврӑнса пӑх-ха, эсӗ тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем курӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара мана картишне кӗмелли ҫӗре илсе пычӗ, пӑхрӑм та эпӗ — акӑ хӳмере хушӑк пур-мӗн.</verse>
				<verse number="8">Мана каларӗ: этем ывӑлӗ! хӳмене шӑтарса кӗр, терӗ; эпӗ вара ҫав хӳмери хушӑка шӑтарса пысӑклатрӑм та — акӑ темӗскерле алӑк курӑнса кайрӗ.</verse>
				<verse number="9">Мана каларӗ: кӗр, вӗсен ҫакӑнта тӑвакан йӗрӗнмелли ирсӗр ӗҫӗсене кӗрсе кур, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ шала кӗтӗм те куртӑм: йӗри-тавра тем-тем тӗрлӗ ҫӗлен-калта, таса мар выльӑх тата Израиль килӗн тӗрлӗ йӗрӗхне ӳкерсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсен умӗнче Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисенчен ҫитмӗл ҫынни тӑрать, Сафан ывӑлӗ Иезания та вӗсен хушшинчехчӗ; кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне тытнӑ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм ҫӑра пӗлӗт пек ҫӳлелле хӑпарать.</verse>
				<verse number="12">Мана каларӗ: этем ывӑлӗ, Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисем тӗттӗм ҫӗрте, кашнийӗ хӑйӗн пӳлӗмӗнче — ӳкерчӗксем ӳкерсе тухнӑ пӳлӗмре — мӗн тунине куратӑн-и? вӗсем ӗнтӗ: «пире Ҫӳлхуҫа курмасть, Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахнӑ» теҫҫӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Мана тата каларӗ: ҫаврӑнса пӑх-ха, вара вӗсем тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем тунине курӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Вӑл мана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн ҫурҫӗр енчи хапхи умне илсе пычӗ, акӑ унта Фаммузшӑн хурланса йӗрекен хӗрарӑмсем лараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Мана тата каларӗ: этем ывӑлӗ, куратӑн-и? пӑх-ха, вара эсӗ тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем курӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара мана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн шалти картишне илсе кӗчӗ, акӑ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗ патӗнче, пӑлтӑрпа парне вырӑнӗ хушшинче, ҫирӗм пиллӗке яхӑн арҫын тӑрать, вӗсем пурте Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӳртӗн тӑраҫҫӗ, тухӑҫ еннелле пӑхаҫҫӗ, тухӑҫ еннелле пӑхса хӗвеле пуҫҫапаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Мана каларӗ: этем ывӑлӗ, куратӑн-и? Иуда килне вӗсем ҫакӑнта тӑвакан йӗрӗнмелле ӗҫсем ҫитмен-им? вӗсем ҫӗршывра та ирсӗр ӗҫсем туса тултарчӗҫ, вӗсем Мана ҫав тери ҫиллентереҫҫӗ; акӑ ӗнтӗ вӗсем сӑмси умӗнче туратсем тытса тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫакӑншӑн Эпӗ те хаярлӑхӑмпа тавӑрма пуҫлӑп; куҫӑм хӗрхенсе тӑмӗ, каҫарассӑм ҫук; вӗсем Манӑн хӑлхаран хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса йӑлӑнсан та, вӗсене илтессӗм ҫук, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Хӑватлӑ сассипе мана хӑлхаран каларӗ: хулана тавӑракансем ҫывӑхарччӑр, кашнийӗн аллинче хӑйӗн кӑралӗ — вӗлерекен кӑрал — пултӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ ӗнтӗ ҫурҫӗр енчи ҫӳлти хапха патӗнчен ултӑ ҫын килет, кашнийӗ хӑйӗн кӑралне — вӗлерекен кӑралне — тытнӑ, вӗсем хушшинче тата пӗр ҫын пур, вӑл йӗтӗн тум тӑхӑннӑ, пиҫиххийӗ ҫумӗнче унӑн — ҫыруҫӑ хатӗрӗ. Ҫитрӗҫ те ҫавсем пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ патне тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Херувим ҫинче пулнӑ Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ун ҫинчен Ҫурт урати умне анчӗ. Ҫӳлхуҫа йӗтӗн тум тӑхӑннӑ, пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрӗ ҫакнӑ ҫынна чӗнсе илчӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа ӑна каларӗ: хула варрипе, Иерусалим варрипе, утса тух, ҫакӑнта тӑвакан ирсӗр ӗҫсемшӗн хуйхӑракан, пӑшӑрханакан ҫынсен ҫамки ҫине паллӑ лартса тух, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ вӑл ыттисене мӗн каланине илтрӗм: ун хыҫҫӑн хулара ҫӳрӗр, вӗлерӗр; сирӗн куҫӑр ан хӗрхентӗр, ан шеллӗр;</verse>
				<verse number="6">ватӑ ҫынна та, яш ачапа качча кайман хӗре те, пӗчӗк ачасемпе арӑмсене те вӗлерсе тухӑр, анчах та паллӑ лартнӑ пӗр ҫынна та ан тӗкӗнӗр, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑмран пуҫлӑр, терӗ. Вара вӗсем Ҫурт умӗнчи леш аслӑ ҫынсенчен пуҫларӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Каларӗ вӗсене: Ҫурта ирсӗрлетӗр, картишсене вӗлернӗ ҫын тултарӑр та — кайӑр, терӗ. Кайрӗҫ вара, хулара вӗлерме тытӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем ҫынсене вӗлерсе тухсан, эпӗ ҫавӑнтах юлтӑм, ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, тилмӗрсе йӑлӑнтӑм, ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Хӑвӑн ҫиллӳне Иерусалим ҫине ярса Эсӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне пӗтерӗн-и вара? терӗм.</verse>
				<verse number="9">Вӑл мана каларӗ: Израиль килӗпе Иудея килӗ тунӑ ирсӗр ӗҫ ытла та нумай, шутсӑр нумай; ку ҫӗре юн тулнӑ, хулара та тӗрӗсмарлӑх туллиех; вӗсем ӗнтӗ: «Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахрӗ, Ҫӳлхуҫа курмасть» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑншӑн Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑмӗ, каҫарассӑм ҫук; хӑйсем мӗн хӑтланнине хӑйсен пуҫӗ ҫине ярӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Акӑ ӗнтӗ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫын, пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрӗ ҫакнӑскер, пӗлтерсе каларӗ: эпӗ Эсӗ хушнӑ пек турӑм, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Эпӗ тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳпере, херувимсен пуҫӗ тӗлӗнче, сапфир чулӗ евӗрлӗрехскер, темӗскер, патша пуканӗ майлӑскер, курӑнать.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫынна каларӗ, ҫапла каларӗ: херувимсен айӗнчи кустӑрмасем хушшине кӗр те херувимсем хушшинче ҫунса выртакан кӑвара тулли ывӑҫ ывӑҫласа ил, унтан ӑна хула ҫине ывӑт, терӗ; вӑл унта ман куҫӑм умӗнчех кӗчӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫав ҫын кӗнӗ чухне херувимсем Ҫуртӑн сылтӑм енче тӑратчӗҫ, шалти картишне пӗлӗт сарӑлнӑччӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ херувим ҫинчен Ҫурт урати патне ҫӗкленчӗ, Ҫурта пӗлӗт тулчӗ, картишне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗн ҫути тулчӗ.</verse>
				<verse number="5">Херувимсен ҫуначӗсен шавӗ тулаш картишӗнче те илтӗнсе тӑчӗ, вӑл Пурне те Пултаракан Турӑ калаҫакан сасӑ евӗрлӗччӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫынна: «кустӑрмасем хушшинчен, херувимсен хушшинчен вут-кӑвар ил» тесе хушсассӑн, лешӗ ҫавӑнта кӗрсе кустӑрма патне пырсассӑн,</verse>
				<verse number="7">херувимсен хушшинчи пӗр херувимӗ аллине херувимсен хушшинчи вут-кӑвар енне тӑсрӗ те ӑна, ывӑҫпа ывӑҫласа илсе, йӗтӗн тум тӑхӑннӑскере пачӗ. Лешӗ илчӗ те тухса кайрӗ.</verse>
				<verse number="8">Херувимсен ҫуначӗсем айӗнче этем алли евӗрлӗскерсем курӑнатчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакна куртӑм вара: акӑ херувимсем патӗнче тӑватӑ кустӑрма, кашни херувимӗ патӗнче пӗрер кустӑрма, кустӑрмисем топаз чулӗнчен тунӑ евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="10">Тӑватӑ кустӑрми те пӗр пек, пӗр кустӑрми тепӗр кустӑрми ӑшӗнче тӑнӑ пек курӑнать.</verse>
				<verse number="11">Пынӑ чухне вӗсем хӑйсен тӑватӑ енне каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ, пуҫӗ ӑҫталла, ҫав еннелле каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсен пӗтӗм тӑлпӑвӗ те, ҫурӑмӗ те, аллисем те, ҫуначӗсем те, кустӑрмисем те, тӑватӑ кустӑрми те, куҫлӑ, пур ҫӗрте те тӑп-тулли куҫ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ ҫав кустӑрмасене «галгал» тенине илтрӗм.</verse>
				<verse number="14">Кашни чӗрчунӗн — тӑватӑ пит-куҫ, пӗрремӗш пит-куҫӗ — херувим пит-куҫӗ, иккӗмӗш пит-куҫӗ — этем пит-куҫӗ, виҫҫӗмӗшӗ — арӑслан пит-куҫӗ, тӑваттӑмӗшӗ — ӑмӑрткайӑк пит-куҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Херувимсем ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗҫ. Вӗсем шӑпах эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче курнӑ чӗрчунсем пулчӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Херувимсем пынӑ чухне кустӑрмасем те вӗсен ҫумӗнче пыраҫҫӗ; херувимсем ҫӗр ҫинчен вӗҫсе хӑпарма ҫуначӗсене сарнӑ чухне кустӑрмасем уйӑрӑлмаҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Лешӗсем чарӑнса тӑрсан, кусем те чарӑнса тӑраҫҫӗ; лешӗсем ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарсассӑн, кусем те ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенче чӗрчунсен чӗмӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Турӑ мухтавлӑхӗ Ҫурт урати патӗнчен кайрӗ те херувимсем тӗлӗнче чарӑнчӗ.</verse>
				<verse number="19">Херувимсем ҫуначӗсене сарчӗҫ те манӑн куҫӑм умӗнчех ҫӗр ҫинчен ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗҫ; вӗсем кайнӑ чухне кустӑрмасем те вӗсем патӗнчехчӗ; вӗсем Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енчи хапхи умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ, Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ҫӳлте вӗсен тӗлӗнчеччӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем эпӗ унччен Ховар юханшывӗ хӗрринче, Израиль Туррийӗн ури айӗнче, курнӑ чӗрчунсемех пулчӗҫ. Эпӗ вӗсем херувимсем пулнине ӑнкарса илтӗм.</verse>
				<verse number="21">Кашнийӗн — тӑватшар пит-куҫ, кашнийӗн — тӑватшар ҫунат, вӗсен ҫуначӗсем айӗнче — этем алли евӗрлӗскерсем.</verse>
				<verse number="22">Вӗсен пичӗ-куҫӗ те эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче курнӑ пит-куҫ евӗрлех, вӗсем ҫавӑн пекех курӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсем те — ҫавӑн пекех. Кашнийӗ хӑйӗн пит-куҫӗ ӑҫталла пӑхать, ҫав еннелле тӳррӗн каять.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Мана Сывлӑш ҫӗклерӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тухӑҫалла тухакан тухӑҫ хапхи патне илсе ҫитерчӗ. Акӑ ӗнтӗ — хапха умӗнче ҫирӗм пилӗк ҫын; вӗсем хушшинче эпӗ халӑх пуҫлӑхӗсене Азур ывӑлне Иезанияна тата Ваней ывӑлне Фалтияна куртӑм.</verse>
				<verse number="2">Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ ҫак ҫынсен пуҫӗнче йӗркесӗр ӗҫсем ҫеҫ, тата вӗсем ҫак хулара усал канашсем параҫҫӗ,</verse>
				<verse number="3">вӗсем: «часах мар-ха; ҫуртсем лартӑпӑр; вӑл — хуран, эпир — ашӗ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑнпа та вӗсене пулассине пӗлтер, малашне мӗн пулассине пӗлтер, этем ывӑлӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара ман ҫине Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ анчӗ те мана каларӗ: кала, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Израиль килӗ, эсир мӗн каланине, сирӗн пуҫӑра мӗн кӗнине Эпӗ пурне те пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="6">Ку хулара эсир нумай ҫыннӑра вӗлерсе пӑрахрӑр, унӑн урамӗсене вилесемпе тултартӑр, тесе калать те.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсир хула варрине вӗлерсе пӑрахнӑ ҫыннӑрсем аш вырӑнне пулӗҫ, хули вара хуран пулӗ; анчах та Эпӗ сире унтан илсе тухӑп.</verse>
				<verse number="8">Эсир хӗҫрен хӑратӑр, Эпӗ вара сирӗн ҫине хӗҫ ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="9">Сире унтан илсе тухӑп та ют ҫынсен аллине парӑп, сире сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="10">Хӗҫпе касӑлса ӳкетӗр; сире Израиль чиккисенче сут тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.</verse>
				<verse number="11">Хула сирӗншӗн хуран пулмӗ, эсир те хуранти аш пулмӑр; сире Израиль чиккисенче сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӑр, хӑвӑра хупӑрласа тӑракан халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнтӑр, тесе калать те.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ малашне мӗн пулассине пӗлтернӗ чухне Фалтия, Ваней ывӑлӗ, вилсе кайрӗ. Эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм та хытӑ сасӑпа тилмӗрсе йӑлӑнтӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ӗнтӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне Эсӗ тӗппипех пӗтерес тетӗн-им? терӗм.</verse>
				<verse number="14">Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="15">этем ывӑлӗ! санӑн тӑванусене, санӑн тӑванусене, санӑн пӗртӑванусене, пӗтӗм Израиль килне — пурне те — Иерусалимра пурӑнакансем: «Ҫӳлхуҫаран аякра пурӑнӑр; ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ ҫапла хуравла: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ вӗсене ют халӑхсем патне кӑларса ятӑм пулсан та, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх салатрӑм пулсан та, хӑйсем кайнӑ ҫӗршывсенче Эпӗ вӗсемшӗн вӑхӑтлӑха Хам Турӑ Ҫурчӗ пултӑм.</verse>
				<verse number="17">Унтан кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ сире халӑхсем хушшинчен пуҫтарӑп, сире салатнӑ ҫӗршывсенчен каялла илсе тухӑп; вара сире Израиль ҫӗрне парӑп.</verse>
				<verse number="18">Унта ҫитӗҫ те ҫав ҫӗртен пӗтӗм ирсӗрлӗхе, пӗтӗм путсӗрлӗхе хӑваласа кӑларӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп, вӗсен чул чӗрине ӳтӗнчен илӗп те ун вырӑнне вӗсене чӗрӗ чӗре парӑп:</verse>
				<verse number="20">вӗсем Манӑн ӳкӗтӗмсем хушнӑ пек ҫӳреччӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытчӑр, вӗсене туса тӑччӑр; вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулӑп, тесе калать те.</verse>
				<verse number="21">Камӑн та пулин чӗри вӗсен ирсӗр ӗҫӗсемпе вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене кӑмӑлласа пӑрахсан, ҫапла тунине хӑйсен пуҫӗ ҫине ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="22">Унтан херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле ҫӗклерӗҫ, кустӑрмасем вӗсем патӗнчехчӗ; Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ҫӳлте вӗсен тӗлӗнчеччӗ.</verse>
				<verse number="23">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ хула варринчен ҫӳлелле ҫӗкленчӗ те хуларан тухӑҫ енче ларакан ту тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="24">Сывлӑш мана ҫӳлелле ҫӗклерӗ, Турӑ ҫапла курӑнса, мана халдейсен ҫӗрне, унта куҫарса килнӗ ҫынсем патне, ҫитерчӗ. Мана курӑнни вара ман патӑмран сирӗлчӗ.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ хама Ҫӳлхуҫа уҫса панӑ пур сӑмаха та кунта куҫарса килнӗ ҫынсене каласа патӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! эсӗ пӑлханакан халӑх хушшинче пурӑнатӑн; курас тесен, вӗсен куҫӗ пур, анчах курмаҫҫӗ; илтес тесен, вӗсен хӑлхи пур, анчах илтмеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, куҫса кайма хатӗрлен, мӗн кирлине ил, кун ҫутинче, вӗсен куҫӗ умӗнче куҫса тух, вӗсен куҫӗ умӗнче хӑвӑн вырӑнунтан тепӗр вырӑна куҫ; вӗсем — пӑлханакан халӑх пулин те — тен, ӑнланса илӗҫ;</verse>
				<verse number="4">япалусене те, куҫса кайнӑ чухне кирлӗ япаласене, кӑнтӑрла, вӗсен куҫӗ умӗнче илсе тухса хур, ху вара — куҫса каймашкӑн тухнӑ пек — каҫпа, вӗсен куҫӗ умӗнче тух.</verse>
				<verse number="5">Вӗсен куҫӗ умӗнче хӳмене шӑтарса ху валли хушӑк ту, япалусене ҫавӑнтан илсе тух.</verse>
				<verse number="6">Ҫӗклемне вӗсен куҫӗ умӗнче хулпуҫҫийӳ ҫине илсе хур, ӑна сӗм тӗттӗмре илсе тух. Ҫӗре курас мар тесе, питне хупӑрла: Эпӗ сана Израиль килне астутармалли паллӑ турӑм, терӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ вара хама мӗн каланӑ пек турӑм; япаламсене — куҫса каякан ҫынна кирлӗ япаласене — кӑнтӑрла илсе тухса хутӑм, ҫӗрле, хӳмене аллӑмпа ҫӗмӗрсе, хам валли хушӑк турӑм та, ҫӗклеме сӗм тӗттӗмре йӑтса тухса, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнче хулпуҫҫийӗм ҫине ҫӗклесе хутӑм.</verse>
				<verse number="8">Ирхине мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="9">этем ывӑлӗ! Израиль килӗ — пӑлханакан халӑх — санран: «эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе ыйтмарӗ-и?</verse>
				<verse number="10">Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку ӗнтӗ Иерусалимра пуҫ пулса тӑракана тата унти пӗтӗм Израиль халӑхне мӗн пулассине пӗлтерет, терӗ те.</verse>
				<verse number="11">Кала: эпӗ — сире астутаракан паллӑ; эпӗ мӗн тӑватӑп, вӗсене ҫавӑн пек пулать — вӗсем куҫса кайӗҫ, тыткӑна лекме тивӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем хушшинчи пуҫ пулса тӑраканӗ хӑйӗн ҫӗклемне сӗм тӗттӗмре хулпуҫҫийӗ ҫине хурса тухӗ. Ӑна хӳме витӗр кӑларас тесе, хӳмене шӑтарӗҫ; вӑл питне хупӑрлӗ, ӗнтӗ ҫак ҫӗре куҫӗпе кураймӗ.</verse>
				<verse number="13">Ун ҫине Хамӑн серепене ывӑтӑп, ӑна Хамӑн танатапа тытӑп, кайран Вавилона, халдейсен ҫӗрне, илсе кайӑп, анчах вӑл ҫав ҫӗре кураймӗ, ҫавӑнта вилӗ.</verse>
				<verse number="14">Ун таврашӗнчисене пурне те, унпа пӗрле ҫапӑҫнисене, унӑн пӗтӗм ҫарне пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вӗсен хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп, тесе калать те.</verse>
				<verse number="15">Хӑйсене халӑхсем хушшине салатсассӑн, хӑйсене тӗрлӗ ҫӗрсем тӑрӑх сапаласассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.</verse>
				<verse number="16">Анчах та вӗсем хӑйсен мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен хӑйсем куҫса каякан вырӑнта пурӑнакан халӑхсене каласа паччӑр тесе, Эпӗ вӗсен пӗчӗк пайне хӗҫрен, выҫлӑхран, хӗн-сурантан сыхласа хӑварӑп; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе калать те.</verse>
				<verse number="17">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="18">этем ывӑлӗ! ҫӑкӑрна хӑраса ҫи, шывна та чӗтресе те хуйхӑрса ӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӗршыв халӑхне кала: Иерусалим ҫыннисем ҫинчен, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: вӗсем хӑйсен ҫӑкӑрне хуйхӑрса ҫийӗҫ, хӑйсен шывне пӑшӑрханса ӗҫӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ҫӗрӗ ҫавӑнта пурӑнакан пӗтӗм халӑх тунӑ тӗрӗсмарлӑхшӑн пӗр тулӑхсӑр тӑрса юлӗ.</verse>
				<verse number="20">Халӑх пурӑнакан хуласене ҫаратӗҫ, ҫӗр пушанса юлӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тесе калать те.</verse>
				<verse number="21">Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="22">этем ывӑлӗ! сирӗн патӑрта, Израиль ҫӗрӗнче, ҫакӑ каларӑш мӗне пӗлтерет вӑл: «чылай кун иртӗ те, пророк курни пӗтӗмпех ҫухалӗ» теетӗр.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку каларӑша пӗтерӗп, ӳлӗмрен Израильре ҫак каларӑша калама пӑрахӗҫ; анчах та кала вӗсене: кунсем ҫывӑхарса пыраҫҫӗ, пророк курнисем кӗҫех йӑлтах тӳрре килӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Ӗнтӗ пророк курни пӗри те ахаль юлмӗ, малашне мӗн пулассине Израиль килӗнче урӑх пӗрре те суйса параймӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ калатӑп; Эпӗ калакан сӑмах пулатех, вӑраха каймасть; пӑлханакан халӑх, сӑмахӑма сирӗн кунӑрсенче каларӑм, каланине тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫаран мана тата сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="27">этем ывӑлӗ! акӑ Израиль килӗ: «вӑл пророкла курни чылай вӑхӑтран ҫеҫ пулать, вӑл тахҫан ҫитес вӑхӑтра пуласси ҫинчен анчах пӗлтерет» тет.</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ Манӑн пӗр сӑмахӑм та тепӗр вӑхӑта юлмӗ, Эпӗ калас сӑмахӑм ҫийӗнчех пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Израиль пророкӗсене, пуласси ҫинчен калакан пророксене, малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтер, ҫавсене, хӑйсен ӑсӗпе калаҫаканскерсене, кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр! те.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӑссӑр пророксене хуйхӑ ҫитӗ, вӗсем хӑйсен сывлӑшӗ ертнипе ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем вӗсем нимӗн те курман!</verse>
				<verse number="4">Израиль, санӑн пророкусем ишӗлчӗксем хушшинчи тилӗсем евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсир Ҫӳлхуҫа кунӗнчи ҫапӑҫура ҫирӗп тӑрасси ҫинчен шухӑшламастӑр: ҫӗмӗрнӗ вырӑнсене юсамастӑр, Израиль килне хӳмепе хӳтӗлеместӗр, тесе калать те.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем ҫук япалана кураҫҫӗ, «Ҫӳлхуҫа каларӗ» тесе, пуласси ҫинчен суя суяҫҫӗ; вӗсене Ҫӳлхуҫа яман; тата вӗсем хӑйсен сӑмахӗ пулать тесе шантараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Эсир ҫук япалана курман-и? Эпӗ каламан хушӑрах эсир, «Ҫӳлхуҫа каларӗ» тесе, пуласси ҫинчен ултавлӑ каламастӑр-и?</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсир пушӑ сӑмах калатӑр, куҫӑра курӑннинче суя-ултав куратӑр, ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ — сире хирӗҫ! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="9">Манӑн аллӑм ҫук япала куракан, пуласси ҫинчен ултавлӑ калакан пророксене хирӗҫ ҫӗкленӗ; вӗсем Манӑн халӑхӑмӑн канашӗнче пулмӗҫ, Израиль килӗн йышне ҫырнӑ хут ҫине те ҫырӑнаймӗҫ, Израиль ҫӗрне те кӗреймӗҫ; Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр вара, тесе калать те.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех «канӑҫлӑх» тесе, Манӑн халӑхӑма аташтараҫҫӗ; вӑл тӑвакан хӳмене вӗсем пылчӑкпа сӗреҫҫӗ,</verse>
				<verse number="11">хӳмене пылчӑкпа сӗрекенсене кала: хӳме ӳкет, те. Шалкӑм ҫумӑр ҫитӗ те, эсир, пӑр пӗрчисем, чул пек тӑкӑнӑр, тӑвӑллӑ ҫил хӳмене татса ывӑтӗ.</verse>
				<verse number="12">Акӑ ӗнтӗ хӳме ӳкӗ; ҫавӑн чухне сире: «мӗнпе сӗртӗр, сӗрмелли япалӑр ӑҫта?» темӗҫ-и?</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Хамӑн пӗтӗм ҫиллӗмпе тӑвӑллӑ ҫил ярӑп, Манӑн хаярлӑхӑмпа шалкӑм ҫумӑр пуҫланӗ, тарӑхса ҫитнипе вӗсене пӗтермешкӗн пӑр чулӗсем тӑкӑп, тет.</verse>
				<verse number="14">Эсир пылчӑкпа сӗрнӗ хӳмене ҫӗмӗрӗп, ӑна ҫӗре ишсе антарӑп, ӗнтӗ унӑн никӗсӗ тухӗ, арканӗ вӑл, унпа пӗрле эсир те пӗтетӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.</verse>
				<verse number="15">Хамӑн хаярлӑхӑма хӳме ҫине, ӑна сӗрекенсем ҫине ярса пусарӑп, вара сире калӑп: хӳме те ҫук, ӑна сӗрекенсем те ҫук,</verse>
				<verse number="16">Израиль пророкӗсем те ҫук, вӗсем Иерусалима пророк ятӗнчен малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑратчӗҫ, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех: «канӑҫлӑх куратпӑр» тетчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, сӑнна хӑвӑн халӑхун хӗрӗсем енне, хӑйсен ӑсӗпе пророкла калаҫаканскерсем енне, ҫавӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер,</verse>
				<verse number="18">кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чунсене тытас тесе хулӗ айне ӑрӑмҫӑ енчӗкӗ ҫӗлесе хуракансене, тӗрлӗрен пӳллӗ ҫынсен пуҫне юрӑхлӑ пӗркенчӗксем тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ! Ман халӑхӑмӑн чунӗсене ярса илсе, эсир хӑвӑр чунӑрсене ҫӑлайӑр-и?</verse>
				<verse number="19">Темиҫе ывӑҫ урпапа ҫӑкӑр татӑкӗшӗн Мана Хамӑн халӑхӑм умӗнче чысран кӑларатӑр, вилмелле мар чунсене вӗлеретӗр, вилмелли чунсене чӗрӗ хӑваратӑр, суя суйнине итлекен халӑха улталатӑр.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — сирӗн ӑрӑмҫӑ енчӗкӗсене хирӗҫ! эсир унта вӗсемпе, хӑвӑр патӑра тата вӗҫсе килччӗр тесе, чунсене ярса тытатӑр, енчӗксене хул айӗнченех туртса илӗп, эсир хӑвӑр пата тата вӗҫсе килччӗр тесе ярса тытнӑ чунсене ирӗке кӑларӑп.</verse>
				<verse number="21">Пӗркенчӗкӗрсене те ҫурса тӑкӑп, Хамӑн халӑхӑма сирӗн аллӑртан хӑтарӑп, ӗнтӗ вӗсем сирӗн аллӑрти тупӑш пулмӗҫ, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара.</verse>
				<verse number="22">Эсир Эпӗ хуйхӑртас мар тенӗ сӑваплӑ ҫынсен чӗрисене хуйхӑртнӑшӑн, хӑйӗн ҫылӑхлӑ ҫулӗнчен ан пӑрӑнайтӑр, пурӑнӑҫне ҫӑлса ан хӑварайтӑр тесе ҫылӑхлӑ ҫыннӑн аллине тӗрек парса тӑнӑшӑн —</verse>
				<verse number="23">ҫакӑншӑнах ӗнтӗ сире ҫук япаласем урӑх курӑнмӗҫ, ӗнтӗ малашне пуласси ҫинчен те тӗшмӗртеймӗр; Эпӗ Хамӑн халӑхӑма сирӗн аллӑртан хӑтарӑп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тесе калать те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Израиль пуҫлӑхӗсенчен темиҫе ҫынни ман патӑма килчӗҫ те ман умӑма ларчӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="3">этем ывӑлӗ! Ӗнтӗ ҫак ҫынсем хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртнӗ те хӑйсен умне илӗртсе ҫылӑха кӗртекене лартнӑ: Эпӗ вӗсене хуравлама пултарӑп-и?</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑнпа та калаҫ вӗсемпе, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль йӑхӗн ҫынни кам та кам хӑйӗн чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйӗн умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ҫав темӗн чухлӗ йӗрӗхе пуҫҫапакана хурав пама пултарӑп-и? тесе калать те.</verse>
				<verse number="5">Израиль килӗ чун-чӗрипе ӑнланса илтӗрччӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене пула вӗсем пурте Маншӑн юта тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа Израиль халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Турӑ енне ҫаврӑнӑр, йӗрӗхӗрсенчен сивӗнӗр, пӗтӗм ирсӗр ӗҫӗрсенчен пӑрӑнӑр, тесе калать те.</verse>
				<verse number="7">Израиль килӗн ҫыннисенчен е ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакансенчен кам та кам Манран уйрӑлсассӑн, хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйсен умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырса ун урлӑ Манран ыйтасшӑн пулсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ӑна Хам ятӑмран хурав парӑп-и?</verse>
				<verse number="8">Эпӗ ҫав ҫынна сӑнӑмпа тӳртӗн тӑрӑп, ҫапса антарӑп ӑна, унран астутаракан паллӑпа ытарӑш тӑвӑп, ӑна Хамӑн халӑхӑм хушшинчен пӗтерӗп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара.</verse>
				<verse number="9">Эхер те пророк хӑйне илӗртсе улталаттарма парсассӑн, хӑй сӑмахне Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗрентсе калаттарать тесессӗн, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсӑп та ӑна Хамӑн халӑхӑм, Израиль халӑхӗ, хушшинчен пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="10">Малашне Израиль килӗ Манран ан пӑрӑнтӑр тесе, хӑйсене тӗрлӗ усал ӗҫсемпе ан ирсӗрлетчӗр, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулччӑр тесе, вӗсен Турри Эпӗ пулам тесе, халӗ вӗсем хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗшӗн айӑпланӗҫ: ыйтаканӗн айӑпӗ мӗнле, пророка та ҫав айӑпах тивӗ, тесе калать Ҫӳлхуҫа Турӑ те.</verse>
				<verse number="11"></verse>
				<verse number="12">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="13">этем ывӑлӗ! эхер те пӗр-пӗр ҫӗр Манран сутӑнчӑкла пӑрӑнса Ман умӑмра ҫылӑха кӗрес пулсан, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсса унти ҫӑкӑр тӗрекне аркатрӑм пулсан, унта выҫлӑх ятӑм пулсан, унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме пуҫларӑм пулсан,</verse>
				<verse number="14">эхер те унта ҫакӑ виҫӗ ҫын — Ной, Даниил тата Иов — тупӑнас пулсан, вӗсем хӑйсен сӑваплӑхӗпе хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="15">Е тата Эпӗ ҫав ҫӗр ҫине хӑрушӑ тискер кайӑксем ятӑм пулсан, вӗсем ҫав ҫӗре тӑлӑха тӑратса хӑварнӑ пулсан, тискер кайӑксене пула ҫӗр пушӑ та этем ҫӳремелле мар тӑрса юлчӗ пулсан,</verse>
				<verse number="16">ҫав виҫӗ ҫын, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлайман пулӗччӗҫ, хӑйсем ҫеҫ, пӗр хӑйсем ҫеҫ ҫӑлӑнӗччӗҫ, ҫӗрӗ вара пушхир пулса юлӗччӗ.</verse>
				<verse number="17">Е тата Эпӗ ҫав ҫӗр ҫине хӗҫ янӑ пулсан, «хӗҫ, ҫӗр витӗр тух!» тенӗ пулсан, унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме пуҫланӑ пулсан,</verse>
				<verse number="18">вӗсем хушшинчи ҫав виҫӗ ҫын, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлайман пулӗччӗҫ, хӑйсем ҫеҫ ҫӑлӑннӑ пулӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Е тата Эпӗ унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме ҫав ҫӗр ҫине мур чирӗ янӑ пулсан, Хамӑн хаярлӑхӑмпа юн тӑкнӑ пулсан,</verse>
				<verse number="20">ҫав ҫӗрте Ной, Даниил тата Иов пурӑннӑ пулсан, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — вӗсем ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлаймӗччӗҫ; хӑйсен сӑваплӑхӗпе вӗсем хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Анчах та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим ҫине унти халӑхпа выльӑх-чӗрлӗхе пӗтермешкӗн тӑватӑ хӑрушӑ асапӑма — хӗҫпе выҫлӑха, тискер кайӑксемпе мур чирне — ярсан та,</verse>
				<verse number="22">унта кӑштах ҫын юлӗ, ывӑлӗсемпе хӗрӗсем юлӗҫ, ӗнтӗ вӗсене унтан илсе тухӗҫ; акӑ вӗсем сирӗн патӑра килӗҫ те, эсир вара вӗсем мӗнлине, хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курӑр та эпӗ Иерусалим ҫине мӗншӗн хӗн-хур, тӗрлӗ асап янине пӗлсе лӑпланатӑр.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем сире лӑплантарӗҫ, вӗсем хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курсан, эсир лӑпланатӑр; ҫав хулара тунӑ мӗнпур ӗҫе Эпӗ ахальтен туманнине пӗлетӗр вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! иҫӗм йывӑҫӗ тепӗр йывӑҫран мӗн тӗлӗшӗнчен лайӑхрах, иҫӗм йывӑҫӗн турачӗсем вӑрманти йывӑҫсем хушшинче мӗн тӗлӗшӗнчен пахарах?</verse>
				<verse number="3">Мӗн те пулин тума унӑн тунинчен пӗр-пӗр сыпӑк касса илеҫҫӗ-и? Пӗр-пӗр япала ҫакмашкӑн унран пӑта та пулин тума пулать-и?</verse>
				<verse number="4">Акӑ ӑна вута пӑрахаҫҫӗ; унӑн икӗ вӗҫне те вут-ҫулӑм ҫунтарать, варри те ҫунса кӑмрӑкланать, ҫакӑн пек йывӑҫ мӗне те пулин юрӑхлӑ-и?</verse>
				<verse number="5">Тӗрӗс-тӗкел пулнӑ чухне те вӑл ниме юрӑхсӑрччӗ; халӗ ӗнтӗ, вутра ҫунтарнӑ хыҫҫӑн, ҫунса кӑмрӑкланнӑскер, вӑл мӗне те пулин юрӑхлӑ-и?</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, вӑрман йывӑҫӗсем хушшинчен иҫӗм йывӑҫне вута пӑрахнӑ пек, Иерусалим халӑхне те вута пӑрахӑп, тет.</verse>
				<verse number="7">Хамӑн сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрӑп; вӗсем пӗр вутран тухӗҫ те, вӗсене тепӗр вут ҫунтарса ярӗ, — сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем ултавлӑ хӑтланнӑшӑн ҫак ҫӗре пушхир тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Иерусалима хӑйӗн ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар,</verse>
				<verse number="3">кала: Турӑ Иерусалим хӗрне ҫапла калать те: санӑн тымарупа санӑн тӑван ҫӗршыву — Ханаан ҫӗрӗнче; санӑн аҫу — аморрей, санӑн аннӳ — хет хӗрӗ;</verse>
				<verse number="4">эсӗ ҫуралсан, эсӗ ҫуралнӑ кун, санӑн кӑвапуна касман, тасатмашкӑн сана шывпа та ҫуман, тӑварпа та тӑварламан, кипкепе те пиелемен.</verse>
				<verse number="5">Ҫакна мӗн те пулин туса, сана ырӑлӑх паракан тупӑнман, никамӑн куҫӗ те сан ҫине хӗрхенсе пӑхман; санӑн пурӑнӑҫна ниме хумасӑр, ҫуралнӑ кунӑнтах сана хире кӑларса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ сан тӗлӳпе иртсе пыраттӑм, сана, юну ӑшӗнче выртаканскере, таптама кӑларса пӑрахнӑскере, куртӑм та сана, юн ӑшӗнче выртаканскере, каларӑм, «эсӗ пурӑнӑн!» терӗм. Ҫапла, сана, юн ӑшӗнче выртаканскере: «эсӗ пурӑнӑн!» терӗм.</verse>
				<verse number="7">Сана хир курӑкне ӗрчетнӗ пек ӗрчетрӗм; эсӗ ӳсрӗн, ҫитӗнтӗн, ытарма ҫук хӳхӗм пулса ҫитрӗн: кӑкӑру чӑмӑртанчӗ, ҫӳҫӳ ӳсрӗ, вӑрӑмланчӗ; анчах эсӗ ҫап-ҫараччӗ, тумтирсӗр ҫӳреттӗн.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ сан тӗлӳпе иртсе пыраттӑм та сана куртӑм, ку ӗнтӗ санӑн вӑхӑту, юрату вӑхӑчӗ, пулчӗ; Эпӗ, риза аркине сарса, санӑн ҫарамасна хупӑрларӑм; сана тупа турӑм, санпа ҫураҫу турӑм, тет Турӑ; эсӗ вара Манӑн пултӑн.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ сана шывпа ҫурӑм, санӑн юнна ҫуса тасатрӑм та сана йывӑҫ ҫӑвӗпе сӗртӗм.</verse>
				<verse number="10">Сана тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑнтартрӑм, уруна хӗрлӗ сафьян сантали тӑхӑнтартрӑм, сана виссон ҫыхтартӑм, сана пурҫӑн пӗркенчӗк пӗркентертӗм.</verse>
				<verse number="11">Сана капӑр тум тумлантартӑм, аллуна сулӑ тӑхӑнтартрӑм, мӑйна хӳхӗм шӑрҫа ҫактартӑм.</verse>
				<verse number="12">Сӑмсу валли ҫӗрӗ, хӑлху валли алка патӑм, пуҫна чаплӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ ҫапла ылтӑн-кӗмӗлпе капӑрлантӑн, туму та санӑн виссон та пурҫӑнччӗ, тӗрӗллӗ кӗпеччӗ; ҫиессе те эсӗ чи паха тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр, пыл тата ҫу ҫиеттӗн, эсӗ ытармалла мар хӳхӗмччӗ, эсӗ патша пек чаплӑ пулса ҫитнӗччӗ.</verse>
				<verse number="14">Хӑвӑн илемӳпе эсӗ халӑхсем хушшинче чапа тухрӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ тумлантарнӑ хӳхӗм тума пула санӑн илемӳ чӑн-чӑн илемччӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="15">Анчах та эсӗ, хӑвӑн илемне шанса, хӑвӑн чапупа усӑ курса, асма пуҫларӑн, аскӑнлӑхна чараймасӑр кашни иртен-ҫӳренпе асрӑн.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ хӑвӑн тумна илтӗн те унран тӗрлӗ тӗслӗ тӳпем вырӑнсем турӑн, унта вара шав асӑхрӑн, ӗнтӗ ҫакӑн пекки нихӑҫан та пулас ҫук, пулмӗ те.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ панӑ ылтӑнтан, Эпӗ панӑ кӗмӗлтен тунӑ хитре япалусене илсе, эсӗ вӗсенчен арҫын кӗлеткисем турӑн та ҫавсемпе асрӑн.</verse>
				<verse number="18">Тӗрӗллӗ кӗпӳсене илсе, вӗсене ҫав кӗлеткесене тӑхӑнтартрӑн, вӗсен умне Манӑн йывӑҫ ҫӑвне тата Манӑн фимиама лартрӑн,</verse>
				<verse number="19">Эпӗ сана панӑ ҫӑкӑрӑма, Эпӗ сана тӑрантарса пурӑннӑ тулӑ ҫӑнӑхне, йывӑҫ ҫӑвне тата пыла эсӗ вӗсен умне ырӑ шӑршӑ сарма лартрӑн; чӑнах та пулса иртрӗ ҫакӑ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="20">Хӑвӑн ывӑлусемпе хӑвӑн хӗрӳсене, Мана ҫуратса панӑскерсене, илтӗн те ҫав кӗлеткесене парне кӳтӗн, ҫавсене ҫитертӗн. Сана ху аскӑнни ҫитмерӗ-им?</verse>
				<verse number="21">Эсӗ ӗнтӗ вӗсене Манӑн ывӑлӑмсене те пусса, вут-ҫулӑм витӗр кӑларса патӑн.</verse>
				<verse number="22">Пӗтӗм ирсӗрлӗхӳпе аскӑнлӑху ӑшне путнӑскер, эсӗ ҫамрӑк чухнехи кунусене, ҫавӑн чухне ҫап-ҫара, нимӗнпе витӗнмесӗр выртнине, юну ӑшӗнче выртнине, хӑвна таптама кӑларса пӑрахнине асна илмерӗн.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑн пек усал ӗҫсем туса тултарнӑ хыҫҫӑн, — хурлӑх, хурлӑх ҫитӗ сана! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, —</verse>
				<verse number="24">эсӗ ху валли аскӑн ҫурчӗсем лартрӑн, кашни уҫӑ хутлӑхра ҫӳллӗ вырӑнсем туса тултартӑн;</verse>
				<verse number="25">кашни ҫул пуҫӗнче эсӗ ху валли ҫӳллӗ вырӑнсем турӑн, хӑвӑн илемне намӑса кӑлартӑн, кашни иртен-ҫӳрен валли урусене чаркаласа выртрӑн, аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн.</verse>
				<verse number="26">Египет ывӑлӗсемпе — хӑвӑн кӳршӳсемпе, капан пек ҫынсемпе — асрӑн, Мана ҫиллентерсе, хӑвӑн аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн.</verse>
				<verse number="27">Акӑ ӗнтӗ Эпӗ сан ҫине аллӑма тӑсрӑм та сана пама пулнине чакартӑм, сана хӑвна курайман филистимсен хӗрӗсен аллине патӑм, вӗсем эсӗ ҫапла намӑссӑр хӑтланнинчен вӑтанчӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Эсӗ Ассур ывӑлӗсемпе те асрӑн — тӑранаймарӑн; вӗсемпе асрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн;</verse>
				<verse number="29">хӑвӑн ясар ӗҫӳсене Ханаан ҫӗрӗнче Халдея ҫӗрне ҫитичченех сартӑн, нумайлатрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн.</verse>
				<verse number="30">Ҫакна пурне те чарусӑр аскӑн пек туса, чӗрӳ мӗн тери ӗшенсе ҫитрӗ пулӗ санӑн! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="31">Ху валли кашни ҫул пуҫӗнче асмалли ҫуртсем лартнӑ чухне, кашни уҫӑ хутлӑхра ху валли тӳпем вырӑнсем тунӑ чухне эсӗ аскӑн хӗрарӑм пек пулмарӑн, мӗншӗн тесессӗн парне йышӑнмарӑн,</verse>
				<verse number="32">эсӗ ясар арӑм, хӑйӗн упӑшки вырӑнне ют арҫынна йышӑнакан арӑм, пултӑн.</verse>
				<verse number="33">Аскӑн арӑмсене пурне те парне параҫҫӗ, эсӗ вара хӑвӑн пӗтӗм еркӗнне ху парне параттӑн, пур ҫӗртен те санпа асма килччӗр тесе, вӗсене ху майлӑ ҫавӑраттӑн.</verse>
				<verse number="34">Аскӑн ӗҫӳсем те санӑн хӗрарӑмсенни пек мар, пачах урӑхла пулчӗҫ: сан хыҫҫӑн чупмарӗҫ, эсӗ ху парнесем патӑн, сана парнесем памарӗҫ; ҫапла вара эсӗ ыттисенчен пачах урӑхла турӑн.</verse>
				<verse number="35">Ҫавӑнпа та, аскӑнчӑк, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле!</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: укҫуна ҫавӑн евӗр тӑкнӑшӑн, аскӑн ӗҫӳнте хӑвӑн ҫарамасна еркӗнӳсем умӗнче, хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр йӗрӗхӳ умӗнче кӑтартнӑшӑн, ҫавсене чӳкленӗ ывӑлусен юнӗшӗн —</verse>
				<verse number="37">ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ санӑн пӗрле савӑшнӑ пӗтӗм юратнӑ еркӗнне пухӑп, вӗсемпе пӗрле ху курайман ҫынсене те пухӑп, вӗсене пур ҫӗртен те сана питлеме пухӑп та сана вӗсен умӗнче ҫарамаслантарӑп, вара вӗсем санӑн пӗтӗм намӑсна курӗҫ, тет.</verse>
				<verse number="38">Эпӗ сана улталакан арӑмсене тата ҫынвӗлеренсене сут тунӑ пек сут тӑвӑп — сана манӑн хаярлӑхӑм тата кӳлешӗвӗм юн айне тӑвӗ;</verse>
				<verse number="39">Эпӗ сана вӗсен аллине парӑп, вӗсем санӑн аскӑнлӑх ҫурчӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗҫ, санӑн ҫӳллӗ вырӑнусене салатса пӑрахӗҫ, ҫири тумна сӳсе илӗҫ, хитре тумусене тӑпӑлтарса илӗҫ те сана ҫаппа-ҫарамас, нимӗнсӗр тӑратса хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="40">Сана хирӗҫ халӑх пуҫтарӗҫ, сана чулпа персе вӗлерӗҫ, сана хӑйсен хӗҫӗпе касса ваклӗҫ.</verse>
				<verse number="41">Ҫуртусене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, сана йышлӑ арӑм куҫӗ умӗнче сут тӑвӗҫ; санӑн аскӑнлӑхна пӗтерсе-хупласа лартӑп, ӗнтӗ текех парнесем параймӑн.</verse>
				<verse number="42">Хамӑн ҫиллӗме сан ҫинче пусарӑп та, Манӑн тарӑхни иртсе кайӗ, вара лӑпланӑп, урӑх ҫилленмӗп.</verse>
				<verse number="43">Эсӗ ҫамрӑк чухнехи кунусене аса илмесӗр Мана вӗчӗхтернӗшӗн, ҫак хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр ӗҫӳ хыҫҫӑн урӑх ан аскӑнайтӑр тесе, Эпӗ акӑ ху мӗн хӑтланнине хӑвӑн пуҫу ҫине ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="44">Акӑ ытарлӑн калакан кирек кам та сан ҫинчен: «амӑшӗ епле, хӗрӗ те ҫапла» теме пултарать.</verse>
				<verse number="45">Эсӗ упӑшкипе ачисене пӑрахса хӑварнӑ аннӳне хунӑ, эсӗ упӑшкипе ачисене пӑрахса хӑварнӑ аппусемпе йӑмӑкусене хунӑ. Сирӗн аннӗр — хет арӑмӗ, сирӗн аҫӑр — аморрей ҫынни.</verse>
				<verse number="46">Санӑн аппу — Самари, вӑл хӑйӗн хӗрӗсемпе пӗрле санран сулахай енче пурӑнать; йӑмӑку вара — хӑйӗн хӗрӗсемпе пӗрле санран сылтӑм енче пурӑнакан Содома.</verse>
				<verse number="47">Эсӗ ӗнтӗ вӗсен ҫулӗсемпе те ҫӳремерӗн, вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене те тумарӑн; ку саншӑн сахал пулчӗ: эсӗ пур ҫулу-йӗрӳ ҫинче те вӗсенчен аскӑнрах хӑтлантӑн.</verse>
				<verse number="48">Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; санӑн Содома йӑмӑку, хӑй те, унӑн хӗрӗсем те эсӗ тунине, сан хӗрӳсем тунине тумарӗҫ.</verse>
				<verse number="49">Санӑн Содома йӑмӑкун тата унӑн хӗрӗсен йӗркесӗрлӗхӗ акӑ мӗскер: мӑнкӑмӑллӑх, апат-ҫимӗҫпе, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхни, ӗҫсӗр супни, тата вӑл чухӑнпа мӗскӗне пулӑшмарӗ.</verse>
				<verse number="50">Вӗсем мӑнаҫлансах кайрӗҫ, Ман умӑмра йӗрӗнчӗк ӗҫсем турӗҫ, ҫакна курсассӑн, Эпӗ вӗсене пӑрахрӑм.</verse>
				<verse number="51">Самари те сан ҫылӑхусен ҫуррине те туман; эсӗ хӑвӑн ирсӗрлӗхӳпе вӗсенчен иртсе кайрӑн, эсӗ тунӑ ирсӗр ӗҫсемпе танлаштарсан, аппу-йӑмӑку санран тӳрӗрех пулчӗ.</verse>
				<verse number="52">Эсӗ хӑвӑн аппу-йӑмӑкна айӑплаттӑн, ӗнтӗ ху та намӑс кур; хӑвна вӗсенчен те ытларах намӑса кӑларнӑ ҫылӑхусемпе танлаштарсан, вӗсем санран тӳрӗрех. Намӑсланнипе санӑн та питӳ хӗрелтӗр, намӑса юлнӑскер, ҫапла эсӗ хӑвӑн аппу-йӑмӑкна тӳрре кӑларӑн.</verse>
				<verse number="53">Ҫавах Эпӗ вӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, Содомӑпа унӑн хӗрӗсене, Самарипе унӑн хӗрӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсем хушшинче санӑн тыткӑна лекнӗ ҫыннусене те тавӑрӑп,</verse>
				<verse number="54">вара эсӗ, мӑшкӑла юлнӑскер, ху тунӑ мӗнпур ӗҫӳшӗн намӑсланӑн, вӗсемшӗн йӑпанӑҫ пулӑн.</verse>
				<verse number="55">Санӑн йӑмӑкусем, Содомӑпа унӑн хӗрӗсем, унччен мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех пулӗҫ; Самарипе унӑн хӗрӗсем те унчченхи пекех пулӗҫ, эсӗ те, санӑн хӗрӳсем те унччен мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех пулӑр.</verse>
				<verse number="56">Мӑнаҫлӑх кунусенче эсӗ хӑвӑн Содома йӑмӑкна аса та илмерӗн,</verse>
				<verse number="57">ҫылӑхусене ҫиеле кӑлариччен аса илмерӗн, ҫылӑхусем вара Сири хӗрӗсемпе ҫав таврари пӗтӗм халӑхран тата филистимсен хӗрӗсенчен мӑшкӑл тӳснӗ чухне, вӗсем сан ҫине пур енчен те йӗрӗнсе пӑхнӑ чухне, ҫиеле тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="58">Эсӗ аскӑн ӗҫӳсемшӗн, ирсӗр ӗҫӳсемшӗн тӳсетӗн, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="59">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: тупа сӑмахне ним вырӑнне хумасӑр, ҫураҫӑва пӑсса мӗн турӑн эсӗ, Эпӗ сана ҫавна кӑтартӑп, тет.</verse>
				<verse number="60">Анчах Эпӗ санпа ҫамрӑклӑх кунусенче тунӑ ҫураҫӑва аса илӗп те ӑна ҫӗнетӗп, ӗмӗрхи ҫураҫу тӑвӑп.</verse>
				<verse number="61">Хӑвӑн патна аппу-йӑмӑкна — хӑвӑнран аслӑраххисене те, хӑвӑнран кӗҫӗнреххисене те — йышӑннӑ чухне, Эпӗ вӗсене сана хӗрӳсем вырӑнне панӑ чухне эсӗ хӑвӑн ҫулусене аса илӗн те, сана намӑс пулӗ, анчах ҫакна Эпӗ санпа ҫураҫу тунӑран мар тӑватӑп.</verse>
				<verse number="62">Эпӗ санпа тунӑ ҫураҫӑвӑма ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗп, эсӗ вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн,</verse>
				<verse number="63">ҫакна Эпӗ эсӗ асра тытса тӑтӑр, намӑслантӑр, Эпӗ сана пӗтӗмпе каҫарнӑ хыҫҫӑн намӑсланнипе малашне ҫӑварна та ан уҫайтӑр тесе тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Израиль килне тупмалли юмах сӗн тата ытарӑш каласа пар.</verse>
				<verse number="3">Кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: пысӑк ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатлӑскер, вӑрӑм тӗклӗскер, мамӑклӑскер, тӗрлӗ тӗслӗскер, Ливан тӑвӗ ҫине вӗҫсе килнӗ те кедр тӑррине татса илнӗ,</verse>
				<verse number="4">унтан ҫамрӑк хунавсенчен чи ҫӳлтине татса илнӗ те, ӑна Ханаан ҫӗрне йӑтса кайса, сутуҫӑсен хулине хунӑ;</verse>
				<verse number="5">кайран ҫак ҫӗрӗн вӑрлӑхне илнӗ те ӑна вӑрлӑх ҫӗрне, хӑва хунавне лартнӑ евӗр, пысӑк шывсем хӗррине лартнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑрӑ, шӑтса ӳссе, иҫӗм йывӑҫӗ, сарлака та лутра иҫӗм йывӑҫӗ, пулнӑ, тураттисем вулли ҫумне тайӑлнӑ, айӗнче тымарӗсем пулнӑ, ҫапла иҫӗм йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗннӗ, вӑл хунавсем янӑ, туратсем ӳстернӗ.</verse>
				<verse number="7">Тата тепӗр ӑмӑрткайӑк пулнӑ, пысӑк ҫунатлӑскер, мамӑклӑскер; акӑ иҫӗм йывӑҫӗ — хӑйне ҫав ӑмӑрткайӑк панчинчи касӑран шӑварттарасшӑн — тымарӗсемпе ӑмӑрткайӑк енне кармашнӑ, тураттисене ун енне тӑснӑ.</verse>
				<verse number="8">Иҫӗм йывӑҫне лайӑх хире тулӑхлӑ шыв хӗррине лартнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл туратсем хунатма, ҫимӗҫ ӳстерме, тӗлӗнмелле хӳхӗм иҫӗм йывӑҫӗ пулма пултарнӑ.</verse>
				<verse number="9">Кала: Турӑ ҫапла калать те: ӑнӑҫлӑх пулӗ-ши унӑн? Тымарне тӑпӑлтарса пӑрахмӗҫ-и, ҫимӗҫне татса пӗтермӗҫ-и, ҫапла хӑрса лармӗ-ши вӑл? унран хунанӑ ҫамрӑк туратсем пӗтӗмпе хӑрса ларӗҫ. Ӑна пысӑк вӑйсӑрах, йышлӑ ҫынсӑрах тымарӗ ҫумӗнчен татса пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Акӑ ӗнтӗ, ӑна лайӑх ҫӗре лартнӑ, анчах ӑнӑҫу пулӗ-ши? Хӑйне тухӑҫ ҫилӗ тивсенех, типсе лармӗ-ши вӑл? Ӗнтӗ хӑй ӳснӗ йӑран ҫинчех типсе ларӗ, тесе калать те.</verse>
				<verse number="11">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="12">кала пӑлханакан халӑха: ҫакӑ мӗне пӗлтернине пӗлместӗр-им? Кала: акӑ Вавилон патши Иерусалима ҫитрӗ, унӑн патшине тата унӑн улпучӗсене ярса илчӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле Вавилона илсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="13">Патша йӑхӗнчен теприне илчӗ, унпа туслӑ тӑма килӗшӳ турӗ, ун ҫинчен тупа тутарчӗ, унтан ҫав ҫӗрти вӑйлӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ,</verse>
				<verse number="14">ҫакна вӑл патшалӑх пӑхӑнса тӑтӑр, ан ҫӗкленейтӗр, килӗшӳ сыхлантӑр, ҫирӗп тӑтӑр тесе турӗ.</verse>
				<verse number="15">Анчах лешӗ унран уйрӑлчӗ, хӑйне утсем тата йышлӑ ҫын пама ыйтса, хӑйӗн элчисене Египета ячӗ. Ӑнӑҫу пулӗ-ши унӑн? Ҫакӑн пек тӑвакан чӗрӗ юлайӗ-ши? Вӑл, килӗшӗве пӑснӑскер, чӗрӗ юлайӗ-ши?</verse>
				<verse number="16">Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа: вӑл хӑйне патшана лартнӑ патша пурӑнакан ҫӗрте, ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ.</verse>
				<verse number="17">Темӗн чухлӗ чуна пӗтерекен тӑпра хӳме купаласан, тапӑнмалли пашнесем туса лартсан, фараон хӑйӗн аслӑ вӑйӗпе, йышлӑ халӑхӗпе уншӑн ҫак вӑрҫӑра нимӗн те тӑваймӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл килӗшӗве пӑсмашкӑн тупа тунине пӑрахӑҫларӗ, акӑ фараона алӑ пачӗ, вӑл ҫакна пурне те турӗ; вӑл чӗрӗ юлмӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ пур! вӑл Манӑн тупама вырӑна хумарӗ, Манӑн килӗшӗвӗме пӑсрӗ, ҫакна Эпӗ унӑн пуҫӗ ҫине ярӑп, тет.</verse>
				<verse number="20">Ун ҫине Хамӑн тетелӗме ывӑтӑп, вӑл Манӑн серепеме ҫакланӗ; ӑна Вавилона илсе килӗп те Мана хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланнӑшӑн унпа ҫавӑнта сутлашӑп.</verse>
				<verse number="21">Унӑн мӗнпур ҫарӗнчен тарнисем пурте хӗҫ айне ӳксе вилӗҫ, ыттисене пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп; вара ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каланине пӗлӗр, тет.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ ҫӳллӗ кедр тӑррине илсе лартӑп; ҫӳлти хунавӗсенчен черчен хунавне татса илӗп те ӑна ҫӳллӗ те аслӑ ту ҫине лартӑп, тет.</verse>
				<verse number="23">Ӑна Израилӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫине лартӑп, вӑл туратланӗ, ҫимӗҫ ӳстерӗ, калама ҫук чаплӑ кедр пулӗ, ун ҫинче тӗрлӗ кайӑк пурӑнӗ, ун тураттисен сулхӑнӗнче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пурӑнӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара мӗнпур хир йывӑҫӗ пӗлӗ: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, ҫӳллӗ йывӑҫа лутралататӑп, лутра йывӑҫа ҫӳллӗлететӗп, ешерекен йывӑҫа хӑртатӑп, хӑрнӑ йывӑҫа ҫеҫкене лартатӑп: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм — ҫапла тӑватӑп, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">мӗншӗн эсир Израиль ҫӗрӗнче «ашшӗсем йӳҫӗ иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» теекен ытарлӑ сӑмаха асӑнатӑр?</verse>
				<verse number="3">Эпӗ пур! тет Турӑ: малашне Израильре ку ытарлӑ сӑмаха каламӗҫ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ пур чун та — Манӑн: ашшӗн чунӗ те, ывӑлӗн чунӗ те — Манӑн; ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫын тӳрӗ пурӑнать пулсан, тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан,</verse>
				<verse number="6">тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлетмест пулсан, арӑмӗ таса марринчен тасалнӑ вӑхӑтра ун патне пымасть пулсан,</verse>
				<verse number="7">никама та хӗсӗрлемест пулсан, парӑмлӑ ҫынна салукне тавӑрса парать пулсан, вӑрламасть, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан,</verse>
				<verse number="8">укҫине усламла памасть, ытлашши илмест пулсан, аллине тӗрӗсмарлӑх енне ямасть пулсан, ҫынпа ҫын сутлашнине тӗрӗс татса парать пулсан,</verse>
				<verse number="9">вӑл Манӑн пехилӗм тӑрӑх пурӑнать, Эпӗ панӑ йӗркесене пӗтӗм чунтан тытса тӑрать пулсан, вӑл — тӳрӗ ҫын, вӑл чӗрӗ пулатех, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="10">Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин,</verse>
				<verse number="11">ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан,</verse>
				<verse number="12">мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан,</verse>
				<verse number="13">усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть. Ҫавӑн евӗрлӗ йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвакан вилетех, унӑн юнӗ хӑй ҫинче пулать.</verse>
				<verse number="14">Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн:</verse>
				<verse number="15">тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан,</verse>
				<verse number="16">ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан,</verse>
				<verse number="17">аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.</verse>
				<verse number="18">Унӑн ашшӗ вара, тӑванне тискерле хӗсӗрленӗскер, ҫаратнӑскер, хӑй халӑхӗ хушшинче усал ӗҫсем тунӑскер, вӑл вара хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗшӗн вилӗ.</verse>
				<verse number="19">Эсир: «мӗншӗн ашшӗ ҫылӑхӗ ывӑлне тивмест?» тетӗр. Мӗншӗн тесессӗн ывӑлӗ йӗркеллӗ те тӗрӗс тӑвать, Манӑн пӗтӗм йӗркеме тытса-туса тӑрать; вӑл чӗрӗ юлӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ; ашшӗ айӑпӗ ывӑлӗ ҫине ӳкмест, ывӑлӗн айӑпӗ те ашшӗ ҫине ӳкмест, тӳрӗ ҫыннӑн тӳрӗлӗхӗ унпа пӗрле юлӗ, йӗркесӗр ҫыннӑн йӗркесӗрлӗхӗ те унпа пӗрле юлӗ.</verse>
				<verse number="21">Йӗркесӗр ҫын та, хӑй тунӑ пӗтӗм ҫылӑхӗнчен сивӗнсен, Манӑн мӗнпур йӗркеме туса тӑрсан, йӗркеллӗ те тӳрӗ пурӑнсан, чӗрӗ пулӗ, вилмӗ.</verse>
				<verse number="22">Ӑна хӑй унччен тунӑ усал ӗҫӗсене асӑнтармӗҫ: вӑл хӑй тӑвакан тӗрӗслӗхпе чӗрӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ йӗркесӗр ҫынна вилтӗр тетӗп-им? тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. Вӑл хӑйӗн ҫулӗсенчен пӑрӑнтӑр та чӗрӗ юлтӑр теместӗп-им?</verse>
				<verse number="24">Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса тӗрӗс мар тусассӑн, йӗркесӗр ҫын тӑвакан пӗтӗм ирсӗр ӗҫе тусассӑн, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? ӗнтӗ унӑн унччен тунӑ пӗтӗм ырӑ ӗҫне асӑнмӗҫ; вӑл халь тӑвакан усал ӗҫсемшӗн мӗнле ҫылӑха кӗнӗ, ҫав ҫылӑхсемшӗн вилӗ.</verse>
				<verse number="25">Анчах та эсир: «Ҫӳлхуҫа ҫулӗ тӗрӗс мар!» тетӗр. Израиль килӗ, итле-ха! Манӑн ҫул тӗрӗс мар-и? сирӗн ҫулӑрсем тӗрӗс мар мар-и?</verse>
				<verse number="26">Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем тӑвать пулсан, ҫакӑншӑн вилет пулсан, вӑл хӑй тунӑ йӗркесӗр ӗҫсемшӗн вилет.</verse>
				<verse number="27">Йӗркесӗр ҫын хӑй тунӑ йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан — хӑйӗн чунне пурӑнӑҫ патне тавӑрӗ.</verse>
				<verse number="28">Мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗнтӗ хӑйӗн мӗнпур усал ӗҫне курнӑ та вӗсенчен пӑрӑннӑ; вӑл чӗрӗ юлӗ, вилмӗ.</verse>
				<verse number="29">Израиль килӗ вара: «Ҫӳлхуҫа ҫулӗ тӗрӗс мар!» тет. Израиль килӗ, Манӑн ҫулсем тӗрӗс мар-и? сирӗн ҫулӑрсем тӗрӗс мар мар-и?</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑнпа Эпӗ сире, Израиль килӗ, кашнине хӑй мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; усаллӑх ан такӑнтартӑр тесе ӳкӗнӗр, хӑвӑрӑн пӗтӗм усал ӗҫӗртен пӑрӑнӑр.</verse>
				<verse number="31">Унччен тунӑ пӗтӗм ҫылӑхӑра сирсе ярӑр, хӑвӑр валли ҫӗнӗ чӗрепе ҫӗнӗ сывлӑш тӑвӑр; Израиль килӗ, сирӗн мӗншӗн вилмелле-ха?</verse>
				<verse number="32">Манӑн вилекен ҫынна вӗлерессӗм килмест, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; Турӑ енне ҫаврӑнӑр та — пурӑнӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Хӳхлеме пуҫла эс Израиль ҫулпуҫӗсемшӗн,</verse>
				<verse number="2">кала: аннӳ мӗнле арӑслан ами пулнӑ-ши санӑн? арӑслансем хушшинче пурӑнса, вӑл ҫурисене, арӑслан ҫурисене, ҫамрӑк арӑслансем хушшинче ӳстернӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл хӑйӗн пӗр ҫурине пӑхса ҫитӗнтернӗ; лешӗ, ӗнтӗ ҫамрӑк арӑслан, тупӑш тытма вӗренсе ҫитнӗ, ҫынсене тыта-тыта ҫинӗ.</verse>
				<verse number="4">Ун ҫинчен халӑхсем патне хыпар ҫитнӗ; тытнӑ ӑна — вӑл вӗсен шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ, сӑнчӑрпа тимӗрлесе, ӑна Египет ҫӗрне илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="5">Арӑслан ами кӑштахран, шанчӑкне ҫухатсассӑн, тепӗр ҫурине суйласа илнӗ, вара вӑл ҫамрӑк арӑслан ҫитӗнтернӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫамрӑк арӑсланӗ ытти арӑслансем хушшинче ҫӳренӗ, тупӑш тытма вӗренсе ҫитнӗ, ҫынсене тыта-тыта ҫинӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене ирсӗрленӗ, вӗсен хулисене ҫаратнӑ; вӑл ӳхӗрнипе пӗтӗм ҫӗр, пӗтӗм ял-хула пушанса юлнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вара таврари халӑхсем ӑна хирӗҫ ҫӗкленнӗ, ун ҫине хӑйсен танатине ывӑтнӑ; вӑл вӗсен шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="9">Сӑнчӑрпа тӑлласа, читлӗхе лартнӑ ӑна, унтан Вавилон патши патне илсе кайнӑ, сасси Израиль тӑвӗсем ҫинче ан илтӗнтӗр тесе, ӑна кереме хупса лартнӑ.</verse>
				<verse number="10">Шыв хӗррине лартнӑ иҫӗм йывӑҫӗ евӗрлӗ пулнӑ санӑн аннӳ; тулӑх шыв хӗрринче ӳснӗрен ҫав йывӑҫ ҫимӗҫлӗ те туратлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Турачӗсем унӑн ҫирӗп, патша туйи тума юрӑхлӑ пулнӑ, вулли унӑн ҫӑра туратсем хушшипе ҫӳлерен те ҫӳле ҫӗкленнӗ; вӑл ӗнтӗ йышлӑ турачӗпе, хӑйӗн ҫӳллӗшӗпе палӑрса ларнӑ.</verse>
				<verse number="12">Анчах ӑна, хаяр ҫилӗпе тӑпӑлтарса, ҫӗр ҫине, ура айне, ывӑтнӑ, унӑн ҫимӗҫне тухӑҫ ҫилӗ типӗтнӗ; ҫирӗп турачӗсене хуҫа-хуҫа пӑрахнӑ, типсе хӑрнӑ вӗсем, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="13">Халӗ ӑна пушхире, типӗ, шывсӑр ҫунакан ҫӗре, куҫарса лартнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ун турачӗсен вуллинчен вут тухнӑ та унӑн ҫимӗҫне ҫунтарса янӑ, ӗнтӗ унӑн патша туйине юрӑхлӑ пӗр ҫирӗп турат та юлман. Ку вӑл — хӳхлев юрри, вӑл йӗрсе юрлама юлӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Ҫиччӗмӗш ҫулта, пиллӗкӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисем Ҫӳлхуҫаран ыйтма килчӗҫ те ман умӑма ларчӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="3">этем ывӑлӗ! Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе калаҫ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир Манран ыйтма килтӗр-и? Эпӗ пур! сире хурав памастӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене,</verse>
				<verse number="5">кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун,</verse>
				<verse number="6">аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун,</verse>
				<verse number="7">Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="8">Анчах вӗсем Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗҫ, Мана итлесшӗн пулмарӗҫ; пӗри те йӗрӗнчӗкӗсене хӑй куҫӗ умӗнчен сирмерӗ, Египет йӗрӗхӗсене пӑрахмарӗ, Эпӗ каларӑм вара: Египет ҫӗрӗ варринче пӗтӗм ҫиллӗме вӗсем ҫине ярӑп, вӗсем ҫине пӗтӗм хаярлӑхӑма кӑларӑп.</verse>
				<verse number="9">Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна ытти халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав халӑхсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухма Эпӗ Хама вӗсене ҫав халӑхсем умӗнче уҫса кӑтартнӑччӗ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм,</verse>
				<verse number="11">вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ;</verse>
				<verse number="12">тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.</verse>
				<verse number="13">Анчах та Израиль халӑхӗ пушхирте Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗ: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсене йышӑнмарӗҫ, вӗсене туса тӑнӑ пулсан, этем вӗсем урлӑ чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ, Эпӗ каларӑм вара: вӗсене пӗтермешкӗн пушхирте вӗсем ҫине хаярлӑхӑма кӑларӑп, терӗм.</verse>
				<verse number="14">Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ те, пушхирте вӗсене хирӗҫ аллӑма ҫӗклесе, тупа турӑм, вӗсене Хам палӑртса хунӑ ҫӗре, — унта сӗтпе пыл юхса выртать, пӗтӗм ҫӗр илемӗ вӑл, — кӗртместӗп тесе тупа турӑм.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем Манӑн йӗркемсене йышӑнманшӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене туса тӑманшӑн, Манӑн шӑматкунӑмсене уяманшӑн ҫапла турӑм: вӗсен чӗрисем хӑйсен йӗрӗхӗсем енне сулӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Анчах Манӑн куҫӑм вӗсене вӗлерме хӗрхенчӗ; Эпӗ вӗсене пушхирте пӗтермерӗм.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ пушхирте вӗсен ывӑлӗсене каларӑм: аҫӑрсен йӑлисем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсен йӗркисене ан тытӑр, хӑвӑра вӗсен йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="20">Манӑн шӑматкунӑмсене хисеплесе, уяса тӑрӑр, вӗсем Манпа сирӗн хушшӑмӑрта астутарса тӑракан паллӑ пулччӑр, вара эсир Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр пулнине пӗлсе тӑрӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="21">Анчах вӗсен ывӑлӗсем те Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗҫ: Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнмарӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене — пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, этеме чӗрӗ тӑвакан йӗркесене — тытса тӑмарӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ. Эпӗ каларӑм вара: вӗсем ҫине ҫиллӗме кӑларӑп, пушхирте пӗтӗм хаярлӑхӑма вӗсем ҫине ярӑп, терӗм;</verse>
				<verse number="22">анчах Эпӗ аллӑма сиртӗм, ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн, ӑна халӑхсем хушшинче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑн пекех, Хамӑн аллӑма пушхирте ҫӗклесе, вӗсене халӑхсем хушшине салатса яма, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалама тупа турӑм,</verse>
				<verse number="24">мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсене пӑрахрӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ, куҫне ашшӗсен йӗрӗхӗсем ҫинчен илмерӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ вара вӗсене ырӑ мар ӗҫсемпе усал йӗркесем тума чармарӑм, ҫавнашкал ӗҫсемшӗн вӗсем чӗрӗ юлма пултараймарӗҫ,</verse>
				<verse number="26">вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлсе тӑччӑр тесе, вӗсене пӗтерес тесе, Эпӗ вӗсене чӳк туса ирсӗрленме те чармарӑм, вӗсем ӗнтӗ кирек хӑш вартан малтан ҫуралнине вут-ҫулӑм витӗр кӑларчӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ:</verse>
				<verse number="28">Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Эпӗ вӗсене каларӑм: эсир мӗнле тӳпем вырӑна ҫӳретӗр? терӗм; ҫавӑнпа та вӑл вырӑна паянхи кунчченех Бама теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑнпа та Израиль килне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир аҫӑрсен тӗслӗхӗпе хӑвӑра ирсӗрлеместӗр-и, вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳреместӗр-и?</verse>
				<verse number="31">Хӑвӑр парнӗрсене кӳрсе, хӑвӑр ывӑлӑрсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларса, эсир хӑвӑра паянхи кунчченех пӗтӗм йӗрӗхӗрпе ирсӗрлететӗр, эсир вара, Израиль килӗ, Манран ыйтасшӑн-и? Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире хурав памастӑп.</verse>
				<verse number="32">Эсир мӗн шутлани нимӗн те пулмӗ. Эсир: «суя тӗнлӗ халӑхсем пек, ют ҫӗрӗн йӑхӗсем пек, йывӑҫпа чула ӗҫлесе тӑрӑпӑр» тетӗр.</verse>
				<verse number="33">Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире ҫирӗп аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа тытса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="34">Сире хӑвӑр саланнӑ халӑхсемпе ҫӗршывсем хушшинчен илсе тухӑп, сире ҫирӗп аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа пӗр ҫӗре пуҫтарӑп.</verse>
				<verse number="35">Сире халӑхсен пушхирне илсе килӗп те ҫавӑнта сирӗнпе куҫа-куҫӑн сутлашӑп.</verse>
				<verse number="36">Сирӗн аҫӑрсемпе Египет ҫӗрӗн пушхирӗнче мӗнле сутлашрӑм, сирӗнпе те ҫавӑн пек сутлашӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="37">Эпӗ сире туя айӗнчен кӑларӑп та сире халалран тухасран тӑлӑ хурӑп.</verse>
				<verse number="38">Сирӗн хушшӑртан пӑлхавҫӑсене тата Мана пӑхӑнманнисене суйласа илӗп. Эпӗ вӗсене халь пурӑнакан ҫӗртен илсе тухӑп, анчах вӗсем Израиль ҫӗрне кӗреймӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.</verse>
				<verse number="39">Эсир вара, Израиль килӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Мана итлеместӗр пулсан, кашнийӗ хӑйӗн йӗрӗхӗсем патне кайтӑр, ҫавсене пуҫҫаптӑр, анчах хӑвӑрӑн парнӗрсемпе, хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсемпе Манӑн таса ятӑма урӑх ан ирсӗрлетӗр.</verse>
				<verse number="40">Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче ҫеҫ, Израиль ҫӗрӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫинче ҫеҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗн — ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ вӗсем, пурте, кашни ҫын таранччен — Мана ҫавӑнта пуҫҫапмалла; Эпӗ вӗсене кӑмӑллӑн йышӑнӑп; Эпӗ унта сирӗнтен парнесем, малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсемпе пӗтӗм таса япалӑрсене ыйтӑп.</verse>
				<verse number="41">Сире халӑхсем хушшинчен илсе тухсан, сире хӑвӑр сапаланса пурӑнакан ҫӗршывсенчен пӗр ҫӗре пуҫтарсан, Эпӗ сире тӗтӗрекен ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗме йышӑннӑ пек йышӑнӑп, ытти халӑхсем умӗнче Эпӗ сирӗнте ҫуталса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="42">Сире Израиль ҫӗрне, — аллӑма ҫӗклесе, сирӗн аҫӑрсене пама пулнӑ ҫӗре, — илсе кӗрсен, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="43">Вара унта хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑра ирсӗрленӗ пӗтӗм ӗҫӗре аса илетӗр те хӑвӑр тунӑ усал ӗҫсемшӗн эсир хӑвӑртан хӑвӑр йӗрӗнетӗр.</verse>
				<verse number="44">Израиль килӗ, Эпӗ сире усал ӗҫӗрсене кура мар, аскӑн ӗҫӗрсене кура мар, Хам ятӑмшӑн сут тӑвӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="45">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="46">этем ывӑлӗ! кӑнтӑр еннелле ҫаврӑнса тӑр, кӑнтӑр енне кала, кӑнтӑр хирӗнчи вӑрмана малашне мӗн пулассине пӗлтер.</verse>
				<verse number="47">Кӑнтӑр вӑрманне кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сан ӑшӑнта вут чӗртӗп, вӑл вара санӑн пур ешерекен йывӑҫна та, пур хӑрнӑ йывӑҫна та ҫунтарса ярӗ; тӗлкӗшекен ҫулӑм сӳнмӗ, вӑл кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен пурне те ӗнтсе ярӗ.</verse>
				<verse number="48">Вара кирек мӗнле чун та ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, чӗртнине курӗ, ҫак вут-ҫулӑм сӳнмӗ, тесе калать те.</verse>
				<verse number="49">Эпӗ каларӑм вара: ах Ҫӳлхуҫа Туррӑм! вӗсем ман ҫинчен: «вӑл юптармасть-ши?» теҫҫӗ, терӗм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Иерусалим енне ҫаврӑнса тӑр та сӑмахна суя турӑсен ҫурчӗсем енне пӑхса кала, Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер,</verse>
				<verse number="3">Израиль ҫӗрне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! Хамӑн хӗҫӗме йӗннинчен туртса кӑларӑп та санӑн тӳрӗ ҫыннусене те, усал ҫыннусене те вӗлерсе тухӑп.</verse>
				<verse number="4">Санӑн тӳрӗ ҫыннусене тата усал ҫыннусене пӗтермешкӗн Манӑн хӗҫӗм хӑйӗн йӗннинчен кашни чӗрӗ чун ҫине кайӗ, кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен кайӗ.</verse>
				<verse number="5">Вара кашни чӗрӗ чун Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӗҫӗме йӗннинчен кӑларнине, вӑл ӗнтӗ каялла таврӑнмасса пӗлӗ.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, пӗҫҫӳне ҫапа-ҫапа ахлат, хуйхӑрса, йынӑша-йынӑша вӗсен куҫӗ умӗнче ахлат.</verse>
				<verse number="7">Сана: «эсӗ мӗне пула ҫапла ахлататӑн?» тесессӗн, кала: «кунталла килекен хыпара пула» те — вара кирек мӗнле чӗре те шарах ҫурӑлӗ, пур алӑ та усӑнӗ, пурин хавалӗ те сӳнӗ, пур чӗркуҫҫи те шыв евӗр чӗтренӗ. Акӑ килӗ ҫакӑ, пулса иртӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="8">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="9">этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ хӗҫ, хӗҫ хатӗр, ӑна ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ:</verse>
				<verse number="10">ӑна нумайрах ҫынна чиксе пӑрахмашкӑн ҫивӗчлетнӗ; ӑна ҫиҫӗм евӗр ҫиҫсе тӑтӑр тесе хӑйранӑ. Манӑн ывӑлӑмӑн туйи ытти кирек мӗнле йывӑҫран та йӗрӗннӗшӗн савӑнмалла-ши пирӗн?</verse>
				<verse number="11">Алла тытас умӗн Эпӗ хӗҫӗме хӑйрама патӑм; ку хӗҫе ҫынвӗлерен аллине пама ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ.</verse>
				<verse number="12">Этем ывӑлӗ, ӗнтӗ ахлат, ӗсӗкле: вӑл — Манӑн халӑхӑма хирӗҫ, Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне хирӗҫ; вӗсем Манӑн халӑхӑмпа пӗрле хӗҫ айне ӳкӗҫ; ҫавӑнпа пӗҫҫӳне ҫапса ахлат.</verse>
				<verse number="13">Хӗҫе тӗрӗслесе те пӑхнӑ. Вӑл туяран та хӑрамасть пулсан, мӗн тӑвайӑн? ку чӑтаймасть, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, аллуна аллупа ҫуп: хӗҫ икӗ хут, виҫӗ хут нумайрах пулӗ, хӗҫ пӗтес халӑх ҫине, аслине пӗтерме кайӗ, вӑл кашни кил ӑшчиккине кӗрӗ.</verse>
				<verse number="15">Чӗресем шарах ҫурӑлччӑр, вилнисем тата ытларах пулччӑр тесе, Эпӗ вӗсен кашни хапхи умне хаяр хӗҫ тӑратӑп, ах! ҫиҫӗм пек ҫиҫекен, чиксе пӑрахма ҫивӗчлетнӗ хӗҫ!</verse>
				<verse number="16">Хатӗрлен, вара куҫу ӑҫталла пӑхать, ҫавӑнталла — е сылтӑмалла кай, е сулахаялла кай.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ алӑ ҫупса тӑрӑп, Хамӑн ҫиллӗме кантарӑп; Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.</verse>
				<verse number="18">Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="19">этем ывӑлӗ, эсӗ Вавилон патшин хӗҫӗ каяс икӗ ҫула ӳкерсе кӑтарт — икӗ ҫулӗ те пӗр ҫӗртен тухмалла; хуласене каякан ҫулсем ӑҫтан пуҫланнине ӳкер, ҫавӑнта паллӑ ларт.</verse>
				<verse number="20">Хӗҫ Аммон ывӑлӗсен хулине Раввӑна тата Иудея ҫӗрне, тӗреклӗлетнӗ Иерусалима, каяс ҫула кӑтарт:</verse>
				<verse number="21">ӗнтӗ Вавилон патши ҫул юппинче, икӗ ҫул пуҫланнӑ тӗлте, юмлама чарӑнса тӑнӑ: ҫӗмренӗсене силлет, терафимӗсенчен ыйтать, пӗвер тишкерет.</verse>
				<verse number="22">Сылтӑм аллинче унӑн — «Иерусалима» текен юм, унта ӗнтӗ тарансем лартмалла, тытӑҫу валли чӗлхе-ҫӑвара уҫмалла, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче кӑшкӑрма сасса вӑйлатмалла, тарансене хапхасем ҫывӑхне куҫармалла, тӑпра хӳме купаламалла, хулана хупӑрласа илме пашнесем тумалла.</verse>
				<verse number="23">Ҫак ӑрӑм Израиль килне суя пек курӑннӑ; вӗсем, тупа тунӑскерсем, ҫапла улталанине аса илсен, Вавилон патши хулана ярса илме шут тытнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: усал ӗҫӗрсене куҫкӗретех туса, пӗтӗм ӗҫӗрте ҫылӑхӑрсене уҫҫӑн кӑтартса, эсир хӑвӑрӑн йӗркесӗрлӗхне аса илтеретӗр, ҫакна эсир хӑвӑрах аса илтеретӗр, ҫапла сире алӑпах ярса тытӗҫ, тет.</verse>
				<verse number="25">Эй эсӗ, Израилӗн юрӑхсӑр, айӑплӑ ҫулпуҫӗ, халь ӗнтӗ санӑн куну ҫитрӗ, сан йӗркесӗрлӗхӳн вӗҫӗ ҫитрӗ!</verse>
				<verse number="26">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пуҫу ҫинчен пуҫкӑшӑльне хывса хур; патша ҫӗлӗкне хыв; пӗтӗмпе улӑшӑнӗ: мӗскӗне юлни асла тухӗ, асли мӗскӗне тухӗ, тет.</verse>
				<verse number="27">Аркатӑп, аркатӑп, аркатӑп ку хулана, вӑл унччен пулман пекех пулӗ. Хуҫи киличчен ҫапла пулӗ. Вара ку хулана Эпӗ Ӑна парӑп, тет.</verse>
				<verse number="28">Эсӗ, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Аммон ывӑлӗсем ҫинчен, вӗсем кӑтартнӑ мӑшкӑл ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те; кала: ӗнтӗ хӗҫе, хӗҫе вӗсене чиксе вӗлерме кӑларнӑ, вӗсене пӗтерме, ҫиҫӗм пек ҫиҫсе тӑма хӑйранӑ,</verse>
				<verse number="29">сана ҫук япаласем кӑтартнӑ чухне, сана суя юм юмланӑ чухне ҫав хӗҫ сана та пуҫне каснӑ усал ҫынсем ҫумне хурӗ, ҫав ҫынсен кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, вӗсен ирсӗр ӗҫӗсем вӗҫленӗҫ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="30">Хӗҫе каялла хӑйӗн йӗннине тавӑрас-и? Сана ӑҫта пултарнӑ, эсӗ хӑш ҫӗртен тухнӑ, сана ҫавӑнта сут тӑвӑп:</verse>
				<verse number="31">сан ҫине Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, сан ҫине Хамӑн хаярлӑхӑмӑн вут-ҫулӑмне ҫитерӗп, сана тискер ҫынсен, вӗлерме пӗлекен ҫынсен, аллине парӑп.</verse>
				<verse number="32">Сана вут ҫунтарса ярӗ, санӑн юну ҫӗр ҫине юлӗ; сан ҫинчен аса та илмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">эсӗ, этем ывӑлӗ, сут тӑвасшӑн-и, юн хулине сут тӑвасшӑн-и? ӑна хӑйӗн мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен пӗлтер.</verse>
				<verse number="3">Кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй юлашки кунна ҫывӑхартма ху хушшунта юн тӑкакан хула, хӑвна ирсӗрлетме йӗрӗхсем тӑвакан хула!</verse>
				<verse number="4">Ху тӑкнӑ юнпа эсӗ хӑвна айӑпа хутӑн, ху туса тултарнӑ йӗрӗхӳсемпе эсӗ хӑвна ирсӗрлетрӗн, ҫапла хӑвӑн юлашки кунна ҫывӑхартрӑн, хӑвӑн юлашки ҫулна ҫитрӗн. Ҫакӑншӑн сана халӑхсен кулли тӑвӑп, мӗнпур ҫӗр умӗнче мӑшкӑл кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="5">Санран аякра пурӑнакансем те, ҫывӑхра пурӑнакансем те сана, хӑйӗн ятне ирсӗрлетнӗскерне, хаярлӑхӗпе чапа тухнӑскере, мӑшкӑлласа хӑртӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Акӑ Израиль пуҫлӑхӗсем сан патӑнта кашнийӗ хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран юн тӑкса пурӑнчӗ.</verse>
				<verse number="7">Сан патӑнта ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен усал ят сараҫҫӗ, ютран килнӗ ҫынна кӳрентереҫҫӗ, сан патӑнта тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӗсӗрлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ Манӑн сӑваплӑ япаламсене хисеплеместӗн, Манӑн шӑматкунӑмсене уямастӑн.</verse>
				<verse number="9">Юн тӑкмашкӑн санӑн элекҫӗсем пур, сан патӑнта тусем ҫинче чӳк парни ҫиеҫҫӗ, сан хушшунта ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Сан патӑнта ашшӗн ҫарамасне уҫаҫҫӗ, арӑмне хӑйӗн тасамарлӑхӗнчен тасалнӑ вӑхӑтра пусмӑрлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Пӗри тӑванӗн арӑмӗпе йӗрӗнчӗк ӗҫ тӑвать, тепӗри хӑйӗн кинне ирсӗрлет, тата тепӗри аппӑш-йӑмӑкне, хӑй ашшӗн хӗрне, пусмӑрлать.</verse>
				<verse number="12">Сан патӑнта юн тӑкнӑшӑн сӗрев тыттарнине кӑмӑллаҫҫӗ; эсӗ укҫуна усламла паратӑн, ытлашши илетӗн, вӑйпа хӑратса, тӑванунтан мулне туртса илетӗн, Мана вара манса кайрӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="13">Акӑ Эпӗ, эсӗ епле мула хапсӑннине курса, сан патӑнта епле юн юхнине курса, аллӑмпа султӑм.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ сана хирӗҫ тӑрас кунсенче чӗрӳ тӳсейӗ-ши, аллу ҫирӗп пулайӗ-ши? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм — тӑватӑп.</verse>
				<verse number="15">Сана халӑхсем хушшине салатӑп, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалӑп, хӑвӑн хушшунта тӑвакан йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗтерсе-хупласа лартӑп.</verse>
				<verse number="16">Халӑхсем умӗнче эсӗ хӑвна ху йӗрӗнмелле тӑвӑн, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.</verse>
				<verse number="17">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="18">этем ывӑлӗ! Израиль килӗ ӗнтӗ Маншӑн ҫунчӑк пулчӗ; вӗсем пурте — вучахри тӑхлан, пӑхӑр, тимӗр тата хура тӑхлан; вӗсем кӗмӗл ҫунчӑкӗ пек тӑрса юлчӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсир ӗнтӗ пурте ҫунчӑк пултӑр, ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире Иерусалима пуҫтарӑп.</verse>
				<verse number="20">Вучаха кӗмӗл тата пӑхӑр, тата тимӗр, тата тӑхлан, тата хура тӑхлан пӗрле хурса кайран вӗсене вут ҫинче шӑратнӑ пек, Эпӗ сире пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа пӗрле пуҫтарӑп, хурӑп, шӑрантарӑп.</verse>
				<verse number="21">Пуҫтарӑп та сире — сирӗн ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑм вутне кӑларӑп, эсир ҫавӑн ӑшӗнче шӑранатӑр.</verse>
				<verse number="22">Вучахра кӗмӗл шӑраннӑ пек, эсир те вут-ҫулӑм ӑшӗнче шӑранатӑр, вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Хамӑн хаярлӑхӑма сирӗн ҫине янине пӗлетӗр эсир, тесе калать те.</verse>
				<verse number="23">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="24">этем ывӑлӗ! кала ӑна: эсӗ — тасатман ҫӗр, ҫилӗ кунӗнче сана ҫумӑр шӑвармӗ!</verse>
				<verse number="25">Ҫак ҫӗр пророкӗсен каварӗ кунта — ӳхӗрекен, тупӑшне тӑпӑлтаракан арӑслан пек; чунсене пӗтереҫҫӗ, пурлӑхпа хаклӑ япаласене ҫаратаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмсен шутне йышлатаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Унти священниксем Манӑн саккуна пӑсаҫҫӗ, Манӑн сӑваплӑ япаламсене ирсӗрлеҫҫӗ, тасипе тасамаррине уйӑрмаҫҫӗ, тасипе тасамарри хушшинчи уйрӑмлӑха кӑтартмаҫҫӗ, Манӑн шӑматкунӑмсене курмӑш пулаҫҫӗ, вӗсем патӗнче Мана хур тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫав ҫӗр улпучӗсем тупӑш шыракан кашкӑр пек; мул тупасшӑн юн тӑкаҫҫӗ, чунсене пӗтереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫав ҫӗр пророкӗсем вара пурне те пылчӑк сӗреҫҫӗ, ҫук япала кураҫҫӗ, Ҫӳлхуҫа каламан хушӑрах ҫынсене: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла каларӗ» тесе, малашне пуласси ҫинчен суя суяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Халӑх хушшинче вара пӗр-пӗрне пусмӑрлаҫҫӗ, чухӑнпа ыйткалакана ҫаратаҫҫӗ, хӗсӗрлеҫҫӗ, ютран килнине ултавлӑн пусмӑрлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ вӗсем хушшинче хӳме лартакана, хӳмери хушӑка хупӑрласа, ҫак ҫӗре пӗтересрен хӳтӗлеме Манӑн умӑма тӑракан ҫынна шырарӑм, анчах тупаймарӑм.</verse>
				<verse number="31">Ӗнтӗ ҫиллӗме вӗсем ҫине тӑкӑп, вӗсене Хамӑн хаярлӑхӑмӑн вучӗпе пӗтерӗп, хӑйсем мӗн тунине хӑйсен пуҫӗ ҫине ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! пӗр амӑшӗнчен ҫуралнӑ икӗ хӗрарӑм пулнӑ,</verse>
				<verse number="3">вӗсем Египетра аснӑ, хӑйсем ҫамрӑк чухне аснӑ; вӗсен кӑкӑрне ҫавӑнта чӑмӑртанӑ, хӗр чӗччине ҫавӑнта ирсӗрленӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсен ячӗсем: асли — Огола, унӑн йӑмӑкӗ — Оголива. Вӗсем Манӑнччӗ, вӗсем ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратрӗҫ; Оголӑна — Самари тесе, Оголивӑна Иерусалим тесе ят хунӑччӗ.</verse>
				<verse number="5">Огола Мана улталама, асма пуҫларӗ, хӑйӗн еркӗнӗсене, Ассири ывӑлӗсене, хӑйӗн кӳршисене, иленчӗ,</verse>
				<verse number="6">яхонт тӗслӗ тумпа ҫӳрекенсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, мӗнпур илемлӗ йӗкӗте, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене иленчӗ;</verse>
				<verse number="7">Ассур ывӑлӗсемпе, вӗсен пур маттур ывӑлӗпе, чарусӑр асӑхрӗ, ҫыхланнӑ ҫыннисен пӗтӗм йӗрӗхӗпе хӑйне ирсӗрлерӗ;</verse>
				<verse number="8">Египет ҫыннисемпе те асма чарӑнмарӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем унпа вӑл ҫамрӑк чухне ҫывӑратчӗҫ, унӑн — хӗрӗн — чӗччине ирсӗрлетчӗҫ, хӑйсен ясарлӑхне ун ҫине яратчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакӑншӑн Эпӗ ӑна хӑй иленнӗ еркӗнӗсен, Ассур ывӑлӗсенӗн, аллине патӑм та ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="10">Лешӗсем унӑн ҫарамасне уҫрӗҫ, унӑн ывӑлӗсемпе унӑн хӗрӗсене илсе кайрӗҫ, хӑйне хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ. Хӑйне вӗлернӗ кун вӑл хӗрарӑмсем хушшинче намӑса тухрӗ.</verse>
				<verse number="11">Йӑмӑкӗ, Оголива, ҫакна курса тӑчӗ, анчах вӑл тата асӑхрах, тата ясартарах пулчӗ, унӑн аскӑнлӑхӗ аппӑшӗн аскӑнлӑхӗнчен те иртсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл Ассур ывӑлӗсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, хӑй кӳршисене, капӑр тумланнӑскерсене, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене, пӗтӗм маттур ҫамрӑка иленчӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ вӑл хӑйне ирсӗрленине, вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫулпа пынине куртӑм.</verse>
				<verse number="14">Анчах та ку вара аскӑн ӗҫне тата нумайрах туса тултарчӗ: хӳме ҫине касса ӳкернӗ арҫынсене, сӑрӑпа сӑрласа ӳкернӗ халдейсене,</verse>
				<verse number="15">пилӗкне пиҫиххи, пуҫне чаплӑ пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, ҫарпуҫ пекех курӑнаканскерсене, Вавилон ывӑлӗсем евӗрлӗскерсене, Халдея ҫӗрӗнче ҫуралнӑскерсене, курчӗ те,</verse>
				<verse number="16">вӗсене пӗрре курсах юратса пӑрахрӗ те Халдея ҫӗрне элчӗсем ячӗ.</verse>
				<verse number="17">Вара Вавилон ывӑлӗсем унӑн савӑш вырӑнӗ ҫине улӑхрӗҫ, ӑна хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе ирсӗрлетрӗҫ, вӑл та хӑйне вӗсемпе ирсӗрлетрӗ; унӑн чунӗ вара вӗсенчен сивӗнчӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл ҫапла куҫкӗретех асма пуҫласассӑн, хӑйӗн ҫарамасне уҫсассӑн, Манӑн чунӑм унӑн аппӑшӗнчен мӗнле сивӗннӗччӗ, кунтан та ҫавӑн пекех сивӗнчӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл, хӑйӗн ҫамрӑклӑх кунӗсенче Египет ҫӗрӗнче епле аснине аса илсе, аскӑн ӗҫне тата нумайрах туса пычӗ;</verse>
				<verse number="20">хӑйӗн еркӗнӗсене иленчӗ, лешӗсен ӳчӗ вара — ашак ӳчӗ, ӳт чарусӑрлӑхӗ ӑйӑр чарусӑрлӑхӗ пек.</verse>
				<verse number="21">Ху ҫамрӑк чухне епле аснине ҫапла аса илтӗн иккен, ун чухне Египет ҫыннисем никам тӗкӗнмен чӗччӳне чӑмӑртарӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑнпа та, Оголива, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ чуну сивӗннӗ еркӗнӳсене сана хирӗҫ тӑратӑп, вӗсене сана хирӗҫ пур енчен те пухса килӗп:</verse>
				<verse number="23">Вавилон ывӑлӗсене, пӗтӗм халдее, Пеходран, Шоаран тата Коаран илсе килӗп, вӗсемпе пӗрле мӗнпур Ассур ывӑлне, илемлӗ йӗкӗтсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсемпе хула пуҫӗсене, ҫулпуҫсемпе ятлӑ ҫынсене, пӗтӗм ӑста юланутҫӑна илсе килӗп.</verse>
				<verse number="24">Вара сана хирӗҫ вӑрҫӑ кӑралӗпе, утсемпе, ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхпа тухӗҫ те сана хурҫӑ тум, тимӗр калпак тӑхӑннӑ, аллине хулкан тытнӑ ҫынсем ҫавӑрса илӗҫ, сана ҫавсен аллине сута парӑп, вӗсем сана хӑйсен сучӗпе сут тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Хамӑн кӗвӗҫӗвӗме сана хирӗҫ ярӑп, вара сана хаяррӑн пӗтерӗҫ: сӑмсупа хӑлхуна касса ывӑтӗҫ, ыттийӗ санӑн хӗҫ айне ӳкӗ; ывӑлусемпе хӗрӳсене илсе кайӗҫ, ыттийӗ вутпа ҫунса кайӗ;</verse>
				<verse number="26">сан ҫийӳнтен тумтирне сӳсе илӗҫ, капӑр тумусене тӑпӑлтарса илӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Египет ҫӗрӗнчен илсе килнӗ аскӑнлӑхупа шухӑлӑхна пӗтерсе лартӑп, вара урӑх вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхмӑн, Египет ҫинчен урӑх аса илмӗн.</verse>
				<verse number="28">Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ сана ху курайми пулнӑ ҫынсен аллине, чуну сивӗннӗ ҫынсен аллине паратӑп.</verse>
				<verse number="29">Ӗнтӗ сана тискерле тавӑрӗҫ, ӗҫлесе пухнӑ мӗнпур мулна туртса илӗҫ, сана ҫарамаслантарӗҫ, нимӗнсӗр пӑрахса хӑварӗҫ, вара намӑссӑр ҫарамасу, шухӑлӑху, аскӑнлӑху пӗтӗмпе курӑнӗ.</verse>
				<verse number="30">Халӑхсемпе аснӑшӑн, хӑвна вӗсен йӗрӗхӗсемпе ирсӗрлетнӗшӗн ҫапла тӑвӗҫ сана.</verse>
				<verse number="31">Эсӗ хӑвӑн аппу ҫулӗпе ҫӳрерӗн; ҫавӑнпа ӗнтӗ аллуна унӑн куркине тыттарӑп.</verse>
				<verse number="32">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: аппун куркине ӗҫӗн эсӗ, курки тарӑн та сарлака, шутсӑр нумай кӗрет унта, ҫавӑнпа ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑла юлӑн.</verse>
				<verse number="33">Ӳсӗрӗлӗн, хуйхӑ-суйхӑпа ӑнран кайӑн: тискерлӗхпе ҫарату курки — аппу курки, Самари курки!</verse>
				<verse number="34">Ӗҫӗн, тӗппипе ӗҫсе ярӑн, унӑн катӑкӗсене ҫуласа илӗн, кайран кӑкӑрна тӑпӑлтарӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="35">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсӗ Мана мантӑн, Манран пӑрӑнтӑн, ҫавӑншӑн халӗ ӗнтӗ хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн, хӑвӑн аскӑнлӑхушӑн тӳс, тет.</verse>
				<verse number="36">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: этем ывӑлӗ! Оголӑпа Оголивӑна сут тӑвас тетӗн-и? вӗсене хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар:</verse>
				<verse number="37">асрӗҫ-асӑхрӗҫ вӗсем, юн вӗсен аллисем ҫинче, хӑйсен йӗрӗхӗсемпе асрӗҫ, Ман валли ҫуратнӑ ывӑлӗсене, вут-ҫулӑм витӗр кӑларса, вӗсене ҫиме пачӗҫ.</verse>
				<verse number="38">Вӗсем Мана тата акӑ мӗн кӑтартрӗҫ: ҫав кунах Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлерӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ:</verse>
				<verse number="39">вӗсем хӑйсен ачисене йӗрӗхӗсем валли пуснӑ кун Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ҫӳрерӗҫ, ҫапла ӑна ирсӗрлерӗҫ; Манӑн Ҫуртӑмра вӗсем акӑ мӗн хӑтланчӗҫ!</verse>
				<verse number="40">Кунсӑр пуҫне тата вӗсем аякран килекен ҫынсене чӗнме ячӗҫ; вӗсем патне элчӗсем ячӗҫ, лешӗсем килсе ҫӳрерӗҫ, вара эсӗ вӗсемшӗн ҫӑвӑнтӑн, куҫна сӑрларӑн, хӳхӗм тумупа капӑрлантӑн,</verse>
				<verse number="41">ларатчӗҫ вара чаплӑ вырӑн ҫине, ун умӗнче — апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе лартнӑ сӗтел, хӑнусене эсӗ Манӑн ырӑ шӑршӑллӑ фимиама, Манӑн ҫӑвӑма сӗнеттӗн.</verse>
				<verse number="42">Ун патӗнче савӑнакан халӑх шавӗ илтӗнсе тӑчӗ, хура халӑх ҫыннисем ҫумне пушхиртен килнӗ ӗҫкӗҫӗсене хутшӑнтарчӗҫ; кусем вара вӗсен аллине сулӑсем, пуҫне илемлӗ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӗҫ.</verse>
				<verse number="43">Эпӗ вара аса-аса йӳтенӗскер ҫинчен каларӑм: халь ӗнтӗ унӑн аскӑнлӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле пӗтӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="44">Вӗсем патне пурпӗрех ҫӳрерӗҫ: ясар арӑм патне епле ҫӳреҫҫӗ, асӑх Оголӑпа Оголива патне те ҫапла ҫӳрерӗҫ.</verse>
				<verse number="45">Анчах вӗсене таса арсем сут тӑвӗҫ; вӗсем ҫак арӑмсене аскӑн арӑмсене тата юн тӑкакансене сут тунӑ пек сут тӑвӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — аскӑн арӑмсем, юн вӗсен алли ҫинче.</verse>
				<verse number="46">Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла каланӑ: вӗсене хирӗҫ пуху пухмалла, вӗсене хаяррӑн тавӑрччӑр, ҫаратчӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="47">Пуху вӗсене чулпа пере-пере вӗлерӗ, хӗҫпе касса ваклӗ, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вӗлерсе тухӗ, вӗсен килне-ҫуртне вутпа ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫак ҫӗр ҫинчи аскӑнлӑха ҫапла пӗтерсе лартӑп, ку пӗтӗм хӗрарӑма тӑна кӗртӗ, вӗсем вара сирӗн пек намӑс ӗҫсем тумӗҫ;</verse>
				<verse number="49">хӑвӑрӑн аскӑнлӑхӑра хӑвӑр ҫинех тийӗҫ, ҫылӑхӑрсемшӗн йӗрӗхӗрсемпе пӗрле асап курӑр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Тӑххӑрмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! ҫакӑ кун ятне, шӑп ҫакӑ кун ятне ҫырса хур: шӑп ҫакӑ кун Вавилон патши Иерусалима тапӑнӗ.</verse>
				<verse number="3">Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр;</verse>
				<verse number="4">унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар;</verse>
				<verse number="5">чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: юн хулине хуйхӑ ҫитӗ! тӗпне ларнӑ хурана, кӑмӗ кайман хурана, хуйхӑ ҫитӗ! шӑпа ярса суйламасӑр, вӑл хурантан татӑк хыҫҫӑн татӑк кӑларса ывӑтӑр.</verse>
				<verse number="7">Ҫак хула юнӗ хӑй хушшинче; вӑл ҫара чул ҫине юн хӑварнӑ; ӑна ҫӗр ҫине тӑкмарӗ, ҫӗр ҫине тӑкнӑ пулсан, вӑл тусанпа хупланнӑ пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="8">Тавӑру валли ҫилӗ пуҫарас тесе, юн куҫран ан ҫухалтӑр тесе, Эпӗ унӑн юнне ҫара чул ҫинчех хӑвартӑм.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: хурлӑх ҫитӗ юн хулине! Эпӗ пысӑк вут чӗртӗп.</verse>
				<verse number="10">Тата вутӑ хур, чӗртсе яр, аша ирӗлсе кайиччен пӗҫер; шывӗ пӗтӗмпе вӗресе пӗттӗр, шӑммисем те ҫунса пӗтчӗр.</verse>
				<verse number="11">Хуран ҫапла пушансассӑн, ӑна кӑвар ҫине ларт, хӗртӗр вӑл, пӑхӑрӗ хӗрсе кайтӑр, унти тасамарлӑх шӑранса-ирӗлсе пӗттӗр, унӑн пӗтӗм кӑмӗ ҫухалтӑр.</verse>
				<verse number="12">Ӗҫӗ йывӑр пулӗ; анчах та хуранти пысӑк кӑм пӗрех тасалмӗ; вутра ҫунса та, хуранта кӑм юлӗ.</verse>
				<verse number="13">Санӑн тасамарлӑху епле йӗрӗнчӗк! Эпӗ сана мӗн чухлӗ тасататӑп, эсӗ пӗрех таса мар; Хамӑн хаярлӑхӑма сан ҫинче пусариччен эсӗ малашне те хӑвӑн тасамарлӑхунтан тасалса ҫитес ҫук.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ калатӑп: ҫакӑ пулӗ, Эпӗ тӑвӑп; каялла тумастӑп, хӗрхенместӗп, каҫармастӑп. Сана ху мӗнле ҫулсемпе ҫӳренине кура, мӗнле ӗҫсем тунине кура сут тӑвӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="15">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="16">этем ывӑлӗ! акӑ Эпӗ сан куҫу йӑпанӑҫне чирпе илсе кайӑп; анчах эсӗ ан ӳпкелеш, ан макӑр, куҫҫулӗ ан тухтӑр санӑн;</verse>
				<verse number="17">пӗр чӗнмесӗр ассӑн сывла, вилӗ хӳххи ан хӳхле, пуҫ ҫыххи ҫых, уруна ура сырри сыр, сухална ан хупла, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ан ҫи, терӗ.</verse>
				<verse number="18">Ирхине эпӗ халӑха Турӑ сӑмахне пӗлтернӗ хыҫҫӑн каҫхине ман арӑмӑм вилсе выртрӗ, тепӗр кунне эпӗ хама мӗнле хушнӑччӗ, ҫапла турӑм.</verse>
				<verse number="19">Халӑх мана каларӗ: каламӑн-ши пире, эсӗ туни-кӑтартни пире мӗн ҫинчен пӗлтерет? терӗ.</verse>
				<verse number="20">Вара эпӗ вӗсене каларӑм: мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑччӗ:</verse>
				<verse number="21">Израиль килне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ Ҫуртӑма, сирӗн вӑй-халӑр тӗрекне, сирӗн куҫӑрсен йӑпанӑҫне, сирӗн чунӑрсен савӑнӑҫне, ирсӗрлетме парӑп, эсир пӑрахса хӑварнӑ ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем вара хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Эсир вара эпӗ мӗн тунине тӑватӑр; сухалӑра хупламӑр, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ҫимӗр;</verse>
				<verse number="23">хӑвӑр пуҫ ҫыххи пуҫӑр ҫинче пулӗ, хӑвӑр ура сырри урӑрта пулӗ; ӳпкелешмӗр, йӗмӗр, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хухса типетӗр, пӗр-пӗрин умӗнче ассӑн сывлатӑр, тесе каларӗ те.</verse>
				<verse number="24">Иезекииль ӗнтӗ сирӗншӗн паллӑ пулӗ: вӑл мӗн тунине эсир те тӑвӑр; ҫакӑ пурте тӳрре килсен, Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр.</verse>
				<verse number="25">Сан патна вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ вӗсен чапӗн илемне, вӗсен куҫӗсен йӑпанӑҫне, вӗсен чунӗсен савӑнӑҫне, вӗсен ывӑлӗсене, вӗсен хӗрӗсене илнӗ кун —</verse>
				<verse number="26">ҫав кун сан патна лерен хӑтӑлса килнӗ ҫын хӑлхунтан хыпар пӗлтерме ҫитӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл кун ҫав хӑтӑлса юлнӑскер умӗнче санӑн чӗлхӳ-ҫӑвару уҫӑлӗ те, эсӗ калаҫма пуҫлӑн, чӗлхесӗр пулмӑн урӑх, вӗсемшӗн астутаракан паллӑ пулӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе каларӗ те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Аммон ывӑлӗсем енне ҫаврӑнса тӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер,</verse>
				<verse number="3">кала Аммон ывӑлӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ Манӑн сӑваплӑ Ҫуртӑм ҫинчен: «эхе! эхе!» тетӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ирсӗрленӗ, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ҫаратса-аркатса тухнӑ, Иуда килӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсене тыткӑна илсе кайнӑ —</verse>
				<verse number="4">ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сана ӗмӗрлӗхе тухӑҫ ывӑлӗсене парӑп, вара вӗсем сан патӑнта хӑйсен сурӑх витийӗсене туса лартӗҫ, хӑйсен чатӑрӗсене лартӗҫ, санӑн ҫимӗҫне ҫийӗҫ, санӑн сӗтне ӗҫӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ Равва хулине тӗве карти, Аммон ывӑлӗсене сурӑх кӗтекенсем тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: алӑ ҫупнӑшӑн, урупа тӑпӑртатса тӑнӑшӑн, Израиль ҫӗрӗнчен йӗрӗнсе чунтан хӗпӗртенӗшӗн</verse>
				<verse number="7">акӑ Хамӑн аллӑма сан ҫине тӑсӑп та сана халӑхсене ҫаратма парӑп, сана халӑхсем хушшинчен пӗтерӗп, сана ҫӗрсен шутӗнчен кӑларса пӑрахӑп; аркатса тӑкӑп сана, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Моавпа Сеир: «акӑ ӗнтӗ Иуда килӗ те ытти халӑхсем пекех!» теҫҫӗ,</verse>
				<verse number="9">ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ вӗсен хулисенчен, вӗсен чикӗри пӗтӗм хулинчен пуҫласа, ҫӗр илемӗнчен, Беф-Иешимоф, Ваалмеон тата Кириафаим хулисенчен пуҫласа, Моав аякне</verse>
				<verse number="10">тухӑҫ ывӑлӗсем валли уҫӑп та ӑна Аммон ывӑлӗсемпе пӗрле ӗмӗрлӗхе вӗсене парӑп, вара Аммон ывӑлӗсене халӑхсем хушшинче урӑх асӑнмӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Моава та сут тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эдом Иуда килне тискерле тавӑрчӗ, ҫапла туса пысӑк ҫылӑха кӗчӗ,</verse>
				<verse number="13">ҫакӑншӑн аллӑма Эдом ҫине тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, унӑн ҫыннисемпе выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерӗп, ҫӗрне пушхир тӑвӑп; Феманран Дедана ҫитиччен пурте хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Эдома Эпӗ Хамӑн халӑхӑмӑн, Израилӗн, аллипе тавӑрӑп; вӗсем Идумея ҫӗрӗнче Манӑн ҫиллӗме, Манӑн хаярлӑхӑма кура туса пырӗҫ, вара Эпӗ мӗнле тавӑрнине пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: филистимсем тавӑрасшӑн ҫуннӑшӑн, пӗтӗм чунран йӗрӗнсе, пӗтерес тесех, ӗмӗрхи курайманлӑхпа тавӑрнӑшӑн,</verse>
				<verse number="16">акӑ филистимсем ҫине аллӑма тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Крит ҫыннисене пӗтерӗп, вӗсенӗн тинӗс хӗрринчи йӑлкӑмне пӗтерсе тӑкӑп;</verse>
				<verse number="17">тискер асапсем ярса, хӑватлӑн тавӑрӑп вӗсене; вӗсене ҫапла тавӑрнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Вунпӗрмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Тир хули Иерусалим ҫинчен: «эхе! эхе! ӑна — халӑхсен хапхине — ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ, пӗтӗмпех ман алла лекрӗ! эпӗ туп-тулли пулӑп; ӑна пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ» тет.</verse>
				<verse number="3">Ҫакӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Тир! тинӗс хӑйӗн хумӗсене ҫӗкленӗ евӗр, сан ҫине тӗрлӗ-тӗрлӗ халӑха ҫӗклӗп.</verse>
				<verse number="4">Вара Тир хӳмисене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, унӑн пашнисене ишсе антарӗҫ; унтан унӑн ҫӳп-ҫапне шӑлса кӑларӑп та ӑна ҫара чул хысак туса хӑварӑп.</verse>
				<verse number="5">Вӑл тинӗс варринче танатасене сарса типӗтмелли вырӑн пулӗ: ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, вӑл халӑхсем ҫаратмалли хула пулӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӗр ҫинчи хӗрӗсене хӗҫпе вӗлерсе тухӗҫ, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Тира хирӗҫ ҫурҫӗр енчен Навуходоносора, Вавилон патшине, патшасенӗн патшине, утсемпе, ҫар ураписемпе, юланутҫӑсемпе, ҫарпа, йышлӑ халӑхпа илсе килӗп.</verse>
				<verse number="8">Вӑл санӑн ҫӗр ҫинчи хӗрӳсене хӗҫпе вӗлерсе тухӗ, сана хирӗҫ, хупӑрласа илмешкӗн, пашнесем лартӗ, сана хирӗҫ тӑпра хӳме купалӗ, сана хирӗҫ хулкан тӑратса тухӗ;</verse>
				<verse number="9">санӑн хӳмӳсен ҫывӑхне хӳме ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартӗ, санӑн пашнӳсене хӑртпа аркатса тӑкӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл санӑн хапхунтан аркатса тӑкнӑ хулана кӗнӗ пек кӗнӗ чухне унӑн йышлӑ утӗнчен сана тусан хуплӗ, юланутҫӑсен тата кустӑрмасен, тата вӑрҫӑ ураписен шавӗпе хӳмӳсем чӗтренӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл хӑйӗн учӗсен чӗрнипе санӑн пӗтӗм урамна таптаса тухӗ, санӑн халӑхна хӗҫпе пӗтерӗ, санӑн хӑватлӑхун палӑкӗсене ҫӗре тӳнтерӗ.</verse>
				<verse number="12">Мулна ҫаратса пӗтерӗҫ, таварна тустарса тухӗҫ, хӳмӳсене аркатса тӑкӗҫ, илемлӗ ҫуртусене ишсе пӑрахӗҫ, чулусене тата йывӑҫусене, тата ҫӗрне шыва ывӑтӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Юррусен шавне чарса лартӑп, ӗнтӗ текех цитра сасси илтӗнмӗ.</verse>
				<verse number="14">Сана ҫара чул хысак тӑвӑп, танатасене сарса типӗтмелли вырӑн пулӑн; сана ӗнтӗ ҫӗнӗрен туса лартмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Турӑ Тир хулине ҫапла калать: сана пӗтерме пуҫласассӑн, эсӗ ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа, аманнисем йынӑшнипе утравсем чӗтренмӗҫ-ши?</verse>
				<verse number="16">Тинӗс пуҫлӑхӗсем пурте хӑйсен аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑрӗҫ те юпӑнчисене хывса хурӗҫ, хӑйсен тӗрӗллӗ тумӗсене хывӗҫ те, шикленӳпе пӗркенсе, ҫӗре ларӗҫ, самантсерен ҫӳҫене-ҫӳҫене илӗҫ, санран тӗлӗнӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Саншӑн йӗме пуҫлӗҫ, калӗҫ сана: ах, мӗнле пӗтрӗн эсӗ, тинӗс ҫӳревҫисен хули, чаплӑ хула, тинӗс ҫинче епле хӑватлӑччӗ эсӗ, ху та, халӑху та хӑватлӑччӗ, ыттисене пурне те хӑратса тӑраттӑр!</verse>
				<verse number="18">Халӗ, эсӗ пӗтнӗ кун, утравсем чӗтренчӗҫ; эсӗ епле пӗтни тинӗсри утравсене шуйхантарчӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сана этем пурӑнман хуласем евӗр пушӑ хула туса хӑварсассӑн, сан ҫине тинӗс авӑрне ҫӗклесессӗн, сана пысӑк шывсем путарсассӑн,</verse>
				<verse number="20">сана виле шӑтӑкне каякансемпе пӗрле тахҫан пурӑннӑ халӑх патне илсе антарӑп та ҫӗр тӗпне, ӗмӗрхи пушхирсене, виле шӑтӑкне аннисемпе пӗрле вырӑнаҫтарӑп, эсӗ ӗнтӗ нихӑҫан та ҫын пурӑнакан вырӑн пулмӑн; вара Эпӗ чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче мухтавӑма кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="21">Сана сехре хӑппи тӑвӑп, эсӗ пулмӑн, сана шырӗҫ, анчах сана ӗмӗрне те тупаймӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ, эсӗ те Тир хулишӗн хӳхлеме пуҫла,</verse>
				<verse number="3">кала ҫав хулана, тинӗс кукӑрӗнче лараканскере, чылай утрав халӑхӗпе суту-илӳ тӑваканскере: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй Тир! «эпӗ — чӑн илем!» тетӗн эсӗ.</verse>
				<verse number="4">Чиккӳсем санӑн тинӗссем варринче; сана тӑвакансем санӑн илемне тата хӳхӗмлетнӗ.</verse>
				<verse number="5">Санӑн пӗтӗм кӗперне Сенир кипарисӗнчен тунӑ; мачтусене тумашкӑн Ливан тӑвӗ ҫинчен кедр касса килнӗ;</verse>
				<verse number="6">санӑн кӗсменӳсене Васан юманӗнчен тунӑ; санӑн саккусене бук йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене Киттим утравӗ ҫинчен илсе килнӗ сӑлан шӑммипе илемлетнӗ;</verse>
				<verse number="7">парӑсу, ялав шутланаканскер, — египетсен тӗрӗллӗ пирӗ; Елиса утравӗсен сенкер те хӗрлӗ пирӗсем — санӑн вителӗкӳсем.</verse>
				<verse number="8">Сидонпа Арвад ҫыннисем — санӑн кӗсменҫӳсемччӗ; Тир, хӑвӑн ҫыннусем епле ӑста пулнӑ санӑн: карап хӳрине ҫавсем тытса пынӑ.</verse>
				<verse number="9">Шӑтнӑ тӗлсене юсамашкӑн Гевал ҫыннисем — аслӑ ҫынсем, ӑсчахсем — пулнӑ санӑн. Санпа суту-илӳ тумашкӑн сан патӑнта тӗрлӗ тинӗс карапӗсем, карап ҫӳретекенсем тӑратчӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Санӑн ҫарунта перссем, Лиди ҫыннисем, Ливи ҫыннисем ҫапӑҫатчӗҫ, вӗсем сан ҫине хулканпа тимӗр калпак ҫакатчӗҫ; ҫавсем сана чап-мухтав кӳретчӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Арвад ывӑлӗсем санӑн ҫарупа пӗрле хӳмӳсем ҫинче йӗри-тавра тӑратчӗҫ, санӑн пашнӳсем ҫинче гамадимсем тӑратчӗҫ; вӗсем санӑн хӳмӳсем ҫине йӗри-тавра хӑйсен ухӑ йӗннисене ҫакса тухнӑччӗ, ҫавсем санӑн илемне ҫӗклетчӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Фарсис, санпа суту-илӳ тӑваканскер, тӗрлӗ пуянлӑхӗ нумаййипе сана таварусемшӗн кӗмӗлпе, тимӗрпе, хура тӑхланпа тата тӑхланпа тӳлетчӗ.</verse>
				<verse number="13">Иаван, Фувал тата Мешех санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, санӑн таварна этем чунӗпе, пӑхӑр савӑт-сапапа улӑштаратчӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Фогарма килӗнчен сан таварушӑн лашасем, ҫар ӗҫне юрӑхлӑ утсем тата ашакла лашасем илсе килетчӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Дедан ывӑлӗсем санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ; чылай утрав санпа тавар улӑштаратчӗ, сана тӳлеме сӑлан шӑммипе хура йывӑҫ илсе килетчӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ ҫапла пысӑк суту-илӳпе тӑнӑран санпа арамейсем суту-илӳ тӑватчӗҫ; санӑн таварушӑн вӗсем карбункул, хӗрхӗлтӗм пусмапа тӗрӗллӗ пусма тата виссон та, мерчен те, рубин та паратчӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Иудейӑпа Израиль ҫӗрӗ санпа суту-илӳ тӑватчӗ; санӑн таварушӑн Минниф тулли, пылак ҫимӗҫ тата пыл та, йывӑҫ ҫӑвӗ те, бальзам та парса тӳлетчӗ.</verse>
				<verse number="18">Эсӗ ҫапла пысӑк суту-илӳпе тӑнӑран, тӗрлӗ пуянлӑху ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑран Дамаск санпа Хелбон эрехӗпе, шурӑ ҫӑмпа суту-илӳ тӑватчӗ.</verse>
				<verse number="19">Дан тата Узал Иаванӗ сана таварушӑн хӗртнӗ тимӗр парса тӳлетчӗҫ; санпа кассия тата ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш ылмаштаратчӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Дедан юланутпа ҫӳреме хаклӑ ашӑксем илсе килетчӗ, санпа ҫавӑнпа суту-илӳ тӑватчӗ.</verse>
				<verse number="21">Арави тата Кидар ҫулпуҫӗсем пурте санпа тавар улӑштаратчӗҫ: санпа путексем, сурӑх такисем тата качака такисем ылмаштаратчӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Савӑпа Раема сутуҫисем санпа чи паха ырӑ шӑршӑлӑхпа тата тӗрлӗ хаклӑ чулпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, таварушӑн сана ылтӑнпа тӳлетчӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Харан, Хане тата Еден, Сава сутуҫисем, Ассур тата Хилмад санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем санпа хаклӑ тумпа, пурҫӑн тата тӗрӗллӗ пусмапа суту-илӳ тӑватчӗҫ, хӑйсен таварне кедр йывӑҫӗнчен тунӑ хаклӑ арчасене лайӑх чӗркесе-ҫыхса илсе килетчӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Фарсис карапӗсем йышлӑн, вӗҫе-вӗҫ ҫӳретчӗҫ, санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, пуянлантӑн эсӗ, тинӗссем хушшинче чапа тухрӑн.</verse>
				<verse number="26">Кӗсменҫӳсем сана аслӑ шывсене илсе тухрӗҫ; ҫавӑнта, тинӗссем варринче, сана тухӑҫ ҫилӗ аркатрӗ.</verse>
				<verse number="27">Пуянлӑху, тавару, пӗтӗм пурлӑх пӳлмисем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем, шӑтнӑ тӗле юсакансем, санӑн суту-илӗвне йӗркелесе тӑракансем, сан патӑнти пӗтӗм ҫар ҫынни, санӑн пӗтӗм йышлӑ халӑху эсӗ пӗтнӗ кун пурте, пурте тинӗс варрине ӳкӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Карап хӳрине тытса пыраканусем кӑшкӑрнипе пӗтӗм тавралӑх кисренӗ.</verse>
				<verse number="29">Кӗсменҫӗсем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем хӑйсен карапӗсем ҫинчен ҫӗре анӗҫ те</verse>
				<verse number="30">саншӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, тусан ҫинче йӑваланса, йынӑша-йынӑша макӑрӗҫ;</verse>
				<verse number="31">саншӑн хурланса, ҫӳҫне шакла кастарӗҫ, хуйхӑ тумне пӗркенӗҫ, чун-чӗри тӳсейменнипе хурланса йӗрсе ярӗҫ;</verse>
				<verse number="32">саншӑн ҫунса-хурланса, вӗсем хӳхлев юрри пуҫлӗҫ, ӗнтӗ ҫапла каласа йӗрӗҫ: «ах, Тир, тинӗс варринче сан евӗр пӗтни пулнӑ-ши тата?!</verse>
				<verse number="33">Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн.</verse>
				<verse number="34">Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ.</verse>
				<verse number="35">Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="36">Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Тир хулин пуҫлӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чӗрӳ мӑнаҫланса кайрӗ санӑн, эсӗ: «эпӗ — турӑ, турӑ вырӑнӗнче, тинӗс варринче, ларатӑп» тетӗн, ху — этем ҫеҫ, Турӑ мар, анчах ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хуратӑн.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ Даниилран та ӑслӑрах-мӗн, эсӗ пӗлмен пӗр вӑрттӑнлӑх та ҫук;</verse>
				<verse number="4">ӑслӑлӑхупа, ӑсу-тӑнупа ху валли пуянлӑх пухрӑн, пӳлмӳсене эсӗ ылтӑнпа кӗмӗл тултартӑн;</verse>
				<verse number="5">пысӑк ӑслӑлӑхупа, суту-илӳ туса, пуянлӑхна ӳстертӗн эсӗ, вара ӑсу пуянлӑхупа мӑнаҫланчӗ —</verse>
				<verse number="6">ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ акӑ мӗн калать: хӑвӑн ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хунӑшӑн</verse>
				<verse number="7">акӑ Эпӗ сана хирӗҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене, халӑхсенчен чи хаяррисене, илсе килӗп, вӗсем сан ӑслӑлӑхун илемне хирӗҫ хӗҫне туртса кӑларӗҫ, сан чапна сӳнтерӗҫ;</verse>
				<verse number="8">сана масар шӑтӑкне пӑрахӗҫ, тинӗссем варринче эсӗ вӗлернӗ ҫынсенӗн вилӗмӗпе вилӗн.</verse>
				<verse number="9">Хӑвна вӗлерекен умӗнче: «эпӗ — турӑ» тесе калайӑн-и ун чухне, хӑвна вӗлерекен аллинче турӑ мар-ҫке эсӗ, этем-ҫке эсӗ?</verse>
				<verse number="10">Эсӗ ют ҫӗр ҫыннисем аллинчен ӳтне кастарманнисен вилӗмӗпе вилӗн, мӗншӗн тесен ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="11">Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="12">этем ывӑлӗ! Тир патшишӗн хӳхле, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ — пахалӑх тӗслӗхӗ, эсӗ — тулли ӑслӑлӑх, чи аслӑ илем.</verse>
				<verse number="13">Райра, Турӑ пахчинче, пурӑннӑ эсӗ; санӑн тумна хаклӑ чулпа эрешленӗ; рубин, топаз, алмаз, хризолит, оникс, яспис, сапфир, карбункул тата изумруд, тата ылтӑн — ҫакна пурне те, ӑста харшаласа, сан ҫине ҫакнӑ, ку эреше сана пултарнӑ кун хатӗрленӗ.</verse>
				<verse number="14">Хупӑрласа тӑмашкӑн ҫу сӗрнӗ херувим пулнӑ эсӗ, Эпӗ сана ҫапла пулма лартнӑ; эсӗ Туррӑн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче пулнӑ, вутла ялтракан чулсем хушшинче ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="15">Хӑвна пултарнӑ кунран пуҫласа йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫличчен пур ҫулу ҫинче те эсӗ тӳрӗ пултӑн.</verse>
				<verse number="16">Пысӑк суту-илӳ тунӑ май чӗрӳ ултавпа тулчӗ те, ҫылӑха кӗтӗн эсӗ; вара сана, ирсӗрленнӗскере, Турӑ тӑвӗ ҫинчен сирпӗтрӗм, хупӑрласа тӑракан херувим, сана вутла ялкӑшакан чулсем хушшинчен хӑваласа ятӑм.</verse>
				<verse number="17">Чӗрӳ ӗнтӗ илемӳпе мӑнаҫланнӑччӗ, чапшӑн ҫунса, ӑслӑлӑхна путартӑн; ҫакӑншӑн Эпӗ сана ҫӗре ӳкерӗп, патшасем умӗнче мӑшкӑла кӑларӑп.</verse>
				<verse number="18">Ултавлӑ суту-илӳ ӗҫӗнче тӗрӗсмарлӑх туса тултартӑн, ҫапла сӑваплӑ вырӑнусене ирсӗрлерӗн; санӑн хушшунтан Эпӗ вут кӑларӑп, ҫавӑ ҫунтарса ярӗ те сана: хӑвна курса тӑракансем умӗнче Эпӗ сана ҫӗр ҫинчи кӗл тӑвӑп.</verse>
				<verse number="19">Хӑвна халӑхсем хушшинче пӗлнисем пурте санран тӗлӗнӗҫ: эсӗ сехре хӑппи пулса тӑрӑн, эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн.</verse>
				<verse number="20">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="21">этем ывӑлӗ! Сидон енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер,</verse>
				<verse number="22">кала: Сидон, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! Хамӑн тасалӑхӑма кӑтартса, ӑна сут тӑвӑп та сан хушшунта чапа тухӑп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.</verse>
				<verse number="23">Ун ҫине мур чирӗ ярӑп, урамӗсенче юн юхтарӑп, унта пур енчен те вӗлерекен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.</verse>
				<verse number="24">Вӑл вара малашне Израиль килӗшӗн йӗплӗ кӳкен те ыраттаракан ҫумкурӑкӗ пулмӗ, ӑна пур кӳршинчен те ытларах усал сунакан пулаймӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхсем хушшине саланнӑ Израиль халӑхне пӗрле пуҫтарӑп та Хамӑн тасалӑхӑма унӑн йӑхӗсен куҫӗ умӗнче кӑтартӑп, вӗсем вара хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче, Эпӗ Хамӑн Иаков чурама панӑ ҫӗр ҫинче, пурӑнма пуҫлӗҫ:</verse>
				<verse number="26">унта вӗсем пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ, унта ҫурт-йӗр ҫавӑрӗҫ, иҫӗм пахчисем ӗрчетӗҫ, пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене усал сунакансене, вӗсен таврашӗнче пурӑнакансене, пурне те сут тӑвӑп, вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="29">
				<verse number="1">Вуннӑмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! фараон, Египет патши, енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна тата пӗтӗм Египета малашне мӗн пулассине пӗлтер.</verse>
				<verse number="3">Пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, фараон, Египет патши, мӑн крокодил, ҫырмусем хушшинче выртса: «ку манӑн шывӑм, эпӗ ӑна хам валли турӑм» тетӗн.</verse>
				<verse number="4">Сана янаху шӑмминчен ҫекӗллесе илӗп, ҫырмусенчи пулӑсене тирӳн хуппи ҫумне ҫыпӑҫтарӑп, вара сана ҫырмусенчен, тирӳн хуппи ҫумне ҫыпӑҫнӑ пӗтӗм пулӑпа пӗрле, туртса кӑларӑп;</verse>
				<verse number="5">сана пушхире пӑрахӑп, сана тата ҫырмусенчи пӗтӗм пулла пушхире пӑрахӑп, эсӗ уҫӑ хире ӳкӗн, сана тирпейлесе пытаракан та пулмӗ; сана тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксен апачӗ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="6">Вара Египетра пурӑнакансем пурте Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Израиль килӗшӗн хӑмӑш тӗрек пулчӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсем санран аллисемпе ярса тытрӗҫ те, эсӗ чӗрпӗклентӗн, вӗсен хулне чиксе пӗтертӗн; вӗсем сан ҫине тӗренчӗҫ те, эсӗ хуҫӑлса ӳкрӗн, вӗсене пӗтӗмпе амантса пӗтертӗн.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ сан ҫине хӗҫ ярӑп та санӑн халӑхна, выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерсе тухӑп.</verse>
				<verse number="9">Ҫапла Египет ҫӗрӗ пушхир, ҫеҫенхир пулӗ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ. Вӑл: «ку манӑн шывӑм, ӑна эпӗ тунӑ» тенӗшӗн</verse>
				<verse number="10">акӑ Эпӗ — санӑн шывусене хирӗҫ! Египет ҫӗрне Мигдолран пуҫласа Сиенӑна ҫитичченех, Эфиопи чиккине ҫитичченех пушхирсен пушхирӗ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ унтан этем ури утса иртеймӗ, унта выльӑх-чӗрлӗх ури те пусаймӗ, унта хӗрӗх ҫул хушши никам та пурӑнмӗ.</verse>
				<verse number="12">Египет ҫӗрне ҫаралса юлнӑ ҫӗрсем хушшинчи пушхир тӑвӑп; унӑн хулисем пушанса юлнӑ хуласем хушшинче хӗрӗх ҫул пушӑ пулӗҫ, египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, вӗсене ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Турӑ тата ҫапла калать: хӗрӗх ҫул иртсессӗн халӑхсем хушшинче сапаланса пурӑнакан египетсене пӗр ҫӗре пуҫтарӑп;</verse>
				<verse number="14">Египета тыткӑнран тавӑрӑп та вӗсене каялла Пафрос ҫӗрне, хӑйсен тӑван ҫӗрне, илсе килӗп, вӗсем ҫавӑнта вӑйсӑр патшалӑх пулса пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл ытти патшалӑхсенчен вӑйсӑртарах пулӗ, халӑхсем умӗнче урӑх мӑнаҫланаймӗ; ытти халӑхсене пуҫ пулса ан тӑччӑр тесе, Эпӗ вӗсене кӗҫӗне хӑварӑп.</verse>
				<verse number="16">Малашне вӗсем Израиль килӗшӗн тӗрек пулаймӗҫ, ҫак тӗрек Израиль ывӑлӗсем Египетран пулӑшу ыйтса йӗркесӗр ӗҫ тунине аса илтерет; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗҫ, тет.</verse>
				<verse number="17">Ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="18">этем ывӑлӗ! Вавилон патши Навуходоносор Тир патӗнчи пысӑк ӗҫсемпе хӑйӗн ҫарне ӗшентерсе ҫитернӗ; пурин пуҫӗ те кукшаланса юлнӑ, хулпуҫҫийӗсем шӑйрӑлса пӗтнӗ; анчах ӑна та, унӑн ҫарне те Тир хулине хупӑрласа тӑнӑшӑн, ӑна хирӗҫ ҫапла пысӑк ӗҫсем тунӑ пулин те, тивӗҫлӗ парне ҫук-ха.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Навуходоносора, Вавилон патшине, Египет ҫӗрне паратӑп, вӑл унти пӗтӗм пуянлӑха туртса илтӗр, унта тустарса тухтӑр, Египет ҫаратса пухнӑ туприне ҫараттӑр, ҫакӑ унӑн ҫарне парне вырӑнне пултӑр, тет.</verse>
				<verse number="20">Унта тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ ӑна парне вырӑнне Египет ҫӗрне парӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫакна Ман валли турӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫав кун Израиль халӑхне мӑйрака тавӑрса парӑп, вӗсен хушшинче санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна та уҫӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="30">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй, ӗсӗклесе йӗрӗр! ах, хурлӑхлӑ кун!</verse>
				<verse number="3">Ҫапла, кун ҫывӑхарчӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ, йывӑр кун, ҫывӑхарать; халӑхсенӗн пӗтес вӑхӑчӗ пуҫланать.</verse>
				<verse number="4">Хӗҫ Египет ҫине кайӗ, Египетра вилекенсем ӳкме пуҫласассӑн, унӑн пуянлӑхне туртса илсессӗн, никӗсне ишсе пӑрахсассӑн, Эфиопи ҫӗрӗнче те сехӗрленӗҫ;</verse>
				<verse number="5">Эфиопи, Ливи, Лиди, пӗтӗм хутӑшнӑ халӑх тата Хуб, халал ҫӗрӗн ывӑлӗсем — пурте вӗсемпе пӗрле хӗҫ айне пулса вилӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет тӗрекӗсем ӳкӗҫ те, унӑн мӑнаҫлӑхӗпе хӑвачӗ те сӳнӗ; унта Мигдолран Сиенӑна ҫитиччен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="7">Пушӑ хӑварнӑ ҫӗрсем хушшинче пушша вӑл юлӗ, хулисем те унӑн пушша юлнӑ хуласем хушшинче пулӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Египет ҫине вут ярсассӑн, унӑн тӗрекӗсене аркатсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав кун Ман патӑмран хыпарҫӑсем, карапсем ҫине ларса, ним шухӑшсӑр пурӑнакан эфиопсене хӑратма кайӗҫ, вара унта сехӗрленӳ Египет кунӗнче сарӑлнӑ пекех сарӑлӗ; акӑ вӑл ҫитет ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Египетӑн йышлӑ халӑхне Вавилон патшин, Навуходоносорӑн, аллипе пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="11">Ӑна тата унӑн халӑхне, халӑхсем хушшинче чи хаяррине, ҫак ҫӗре пӗтерме илсе килӗҫ: вӗсем Египета хирӗҫ хӗҫӗсене туртса кӑларӗҫ, ҫӗр тулли вилнӗ ҫын пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫырмисене типӗтсе лартӑп, ҫӗрне усаллисен аллине парӑп, ют ҫӗр ҫыннисен аллипе ҫӗре, унта мӗн пуррине ҫука хӑварӑп. Ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Мемфисри йӗрӗхсене аркатӑп, унти суя турӑсене пӗтерӗп, Египет ҫӗрӗнчен текех патша тухаймӗ, Египет ҫӗрне хӑратса пӑрахӑп.</verse>
				<verse number="14">Пафроса ҫука хӑварӑп, Цоан ҫине вут ярӑп, Но хулине сут тӑвӑп, тет.</verse>
				<verse number="15">Син — Египет тӗрекӗ, ун ҫине Хамӑн хаярлӑхӑма кӑларӑп, Но хулинчи йышлӑ халӑха пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="16">Египет ҫине вут ярӑп; Син чӗтрене ерӗ, Но ишӗлсе анӗ, Мемфис ҫине кӑнтӑр варринчех тӑшман тапӑнӗ.</verse>
				<verse number="17">Он тата Бубаст ҫамрӑкӗсем хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ, ыттисем тыткӑна лекӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Египет сӳсменне аркатса тӑкӑп та, Тафнис хулинче те кун ҫути сӳнсе ларӗ, вара унӑн мӑнаҫлӑ чапӗ путланӗ. Ӑна хура пӗлӗт хупӑрлӗ, хӗрӗсене тыткӑна илсе кайӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Египета Эпӗ ҫапла сут тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.</verse>
				<verse number="20">Вунпӗрмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="21">этем ывӑлӗ! Эпӗ ӗнтӗ Египет патшийӗн, фараонӑн, хӑватлӑ аллине аркатса тӑкрӑм; акӑ ӑна сыватмаҫҫӗ-ха, унӑн суранне ҫыхса яман-ха, эмелҫӗ ӑна чӗркесе ҫыхман-ха, ҫапла тунӑ пулсассӑн, вӑл хӗҫ тытмалӑх вӑй илнӗ пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — фараона, Египет патшине, хирӗҫ! унӑн аллисене — сыввине те, хуҫнӑ аллине те — ҫӗмӗрсе тӑкӑп, вара аллинчи хӗҫӗ тухса ӳкӗ, тет.</verse>
				<verse number="23">Египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп.</verse>
				<verse number="24">Вавилон патшийӗн вӑй-хӑватне тӗреклетӗп, аллине Хамӑн хӗҫӗме тыттарӑп, фараон вӑй-хӑватне вара аркатса тӑкӑп, аманса пӗтнӗскер, вӑл Вавилон патши умӗнче хытӑ йынӑшса выртӗ, тет.</verse>
				<verse number="25">Вавилон патшийӗн аллине тӗреклетӗп те, фараон алли усӑнӗ; Вавилон патшийӗн аллине Хамӑн хӗҫӗме парсассӑн, вӑл ӑна Египет ҫӗрӗ ҫине тӑссассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Ӗнтӗ египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="31">
				<verse number="1">Вунпӗрмӗш ҫулта, виҫҫӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! фараона, Египет патшине, тата унӑн халӑхне кала: хӑвӑн чапна кам чапӗпе танлаштаратӑн эсӗ?</verse>
				<verse number="3">Акӑ Ассур Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗччӗ, турачӗсем илемлӗччӗ унӑн, ҫулҫисем сулхӑн кӳретчӗҫ, ҫӳллӗччӗ вӑл, тӑрри пӗлӗтех перӗнетчӗ.</verse>
				<verse number="4">Аслӑ шыв ӳстерчӗ ӑна, тӗпсӗр шыв ҫӗклерӗ ӑна, вӑл ӳсекен вырӑна тулӑх шыв шӑваратчӗ, ытти йывӑҫсем патне ҫав тӗпсӗр шыв хӑйӗн юпписене ҫеҫ яратчӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӗнтӗ ҫавӑнпа вӑл хирти пур йывӑҫран та ҫӳллӗрехчӗ, турачӗ те нумайччӗ унӑн, хунавӗ те йышлансах пыратчӗ, йывӑҫӗ ӳснӗҫемӗн, шывӗ тулӑх пулнӑран, хунавӗсем паркаланатчӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ун хунавӗсем хушшинче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк йӑва ҫавӑратчӗ, ун турачӗсем айӗнче тӗрлӗрен хир кайӑкӗ ҫура ҫурататчӗ, унӑн хӳттинче тӗрлӗрен йышлӑ халӑх пурӑнатчӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл хӑйӗн ҫӳллӗшӗпе, турачӗсем вӑрӑммипе мӑнаҫланатчӗ: ара, унӑн тымарӗ аслӑ шыв ҫумӗнчех ӳсетчӗ.</verse>
				<verse number="8">Турӑ пахчинчи кедрсем ӑна хуплаймарӗҫ; кипариссем унӑн турачӗсемпе танлашаймарӗҫ, каштансем унӑн турачӗ пысӑкӑш та пулаймарӗҫ, Турӑ пахчинчи пӗр йывӑҫ та хӑйӗн илемӗпе унпа танлашаймарӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ ӑна йышлӑ туратпа илемлетрӗм, Турӑ пахчинчи Эдем йывӑҫӗсем пурте ӑна ӑмсанатчӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла каларӗ: ҫӳллӗ пулнӑшӑн, тӑрри пӗлӗтех перӗнсе тӑнӑшӑн, чӗри хӑйӗн чапӗпе мӑнаҫланнӑшӑн —</verse>
				<verse number="11">ҫакӑншӑн Эпӗ ӑна халӑхсен патши аллине патӑм; вӑл ӑна мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек турӗ; Эпӗ ӑна йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн пӑрахрӑм.</verse>
				<verse number="12">Вара ӑна ют ҫӗр ҫыннисем, халӑхсем хушшинче чи хаяррисем, касса пӑрахрӗҫ те тусем ҫине йӑвантарчӗҫ; унӑн турачӗсем пур айлӑма та ӳкрӗҫ; унӑн хунавӗсем ҫӗр ҫинчи мӗнпур васанта вакланчӗҫ, ун хӳттинчи халӑхсем пурте унтан кайрӗҫ, ӑна пӑрахса хӑварчӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ун ванчӑкӗсем ҫине тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк килсе ларчӗ, турачӗсем хушшине тӗрлӗрен хир кайӑкӗ вырӑнаҫрӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакӑ ӗнтӗ шыв хӗрринчи нимӗнле йывӑҫ та хӑй ҫӳллӗшпе ан мӑнаҫлантӑр, тӑррипе пӗлӗте ан перӗнтӗр тесе, шыв ӗҫекен ытти йывӑҫсем вӗсен ҫӳллӗшне ҫитме ан шутлаччӑр тесе пулнӑ; вӗсене ӗнтӗ пурне те вилӗм аллине парӗҫ, вӗсем ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршыва, виле шӑтӑкне ӑсаннӑ этем ывӑлӗсем патне кайӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: вӑл виле шӑтӑкне ӑсаннӑ кун Эпӗ ӑна асӑнса хӳхлерӗм, унӑн ячӗпе тӗпсӗр шыва хупласа лартрӑм, унӑн ҫырмисене юхма чартӑм, пысӑк шывсене чарса лартрӑм, унӑн ячӗпе Ливана хуйха ӳкертӗм, хирти пур йывӑҫ та уншӑн хурланчӗ.</verse>
				<verse number="16">Ӑна ҫӗр тӗпне, виле шӑтӑкне ӑсаннисем патне, пӑрахнӑ чухне Эпӗ вӑл ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа халӑхсене чӗтретрӗм, ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршывра вара пӗтӗм Эдем йывӑҫӗ, Ливанӑн чи паха та чи лайӑх йывӑҫӗсем, шыв ӗҫекенскерсем, пурте хӗпӗртерӗҫ:</verse>
				<verse number="17">вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр тӗпне, хӗҫпе пӗтнисем патне, ӑсаннӑччӗ, тата унта унӑн майлӑ пулнисем те, унӑн хӳттинче, халӑхсем хушшинче пурӑннисем те, ӑсаннӑччӗ.</verse>
				<verse number="18">Эппин, хӑвӑн чапупа, хӑвӑн мухтавупа эсӗ хӑш Эдем йывӑҫӗпе танлашрӑн? Халӗ ӗнтӗ Эдем йывӑҫӗсемпе тан ҫӗр тӗпне ӳкӗн те унта ӳтне кастарманнисем хушшинче, хӗҫпе пӗтнисем хушшинче, выртӑн. Ку вӑл — фараон тата унӑн пӗтӗм йышлӑ халӑхӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="32">
				<verse number="1">Вуниккӗмӗш ҫулта, вуниккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! фараоншӑн, Египет патшишӗн, хӳхлеме пуҫла, кала ӑна: эсӗ халӑхсем хушшинчи ҫамрӑк арӑслан пек, тинӗссенчи тискер кайӑк пек: ҫырмусенче ывтӑнатӑн, урупа шывсене пӑтрататӑн, вӗсен юхӑмне пӳле-пӳле лартатӑн.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: йышлӑ халӑхсен пухӑвӗнче сан ҫине Хамӑн танатана ывӑтӑп та, вӗсем сана Манӑн тетелӗмпе туртса кӑларӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Сана ҫӗр ҫине кӑларса ывӑтӑп, уҫӑ хире пӑрахӑп сана, сан ҫине тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк вӗҫсе анӗ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи тискер кайӑк санпа тӑранӗ.</verse>
				<verse number="5">Санӑн ашна тусем тӑрӑх ывӑтса тухӑп, айлӑмсене санӑн виллӳсемпе тултарӑп.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ ишсе ҫӳренӗ ҫӗре ту тӑррине ҫитиччен санӑн юнупа шӑварӑп; лупашкасем санпа тулса ларӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ сӳнсессӗн, тӳпене хупса лартӑп, унӑн ҫӑлтӑрӗсене тӗттӗмлетӗп, хӗвеле пӗлӗтпе хупӑрлӑп, уйӑх та хӑйӗн ҫутипе ҫутатаймӗ.</verse>
				<verse number="8">Тӳпере ҫутатса тӑракан мӗнпур ҫутта сан тӗлӳнте тӗттӗмлетӗп, ҫӗрӳ ҫине сӗмлӗх ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ пӗтни ҫинчен халӑхсене, ху пӗлмен ҫӗрсене пӗлтерӗп те тӗрлӗ халӑх чӗрине хӑратса пӑрахӑп.</verse>
				<verse number="10">Санӑн ятупа нумай халӑха сехӗрлентерӗп, вӗсен патшисен умӗнче Хамӑн хӗҫӗме силлесессӗн, сан ҫинчен илтсе, вӗсем ҫӳҫенсе илӗҫ те эсӗ пӗтес кун самантсерен хӑйсен чунӗшӗн чӗтресе тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: сан патна Вавилон патшин хӗҫӗ ҫитӗ.</verse>
				<verse number="12">Сан халӑху вӑйлисен хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗ; вӗсем пурте — халӑхсем хушшинче чи хаяррисем, вӗсем Египет мӑнаҫлӑхне аркатӗҫ, унӑн пӗтӗм йышӗ тӗп пулӗ.</verse>
				<verse number="13">Унӑн аслӑ шывӗсем хӗрринчи пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерӗп, малашне ҫав шывсене этем ури пӑтратмӗ, вӗсене выльӑх чӗрни те пӑтратаймӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара вӗсен шывӗсене канӑҫлӑх парӑп, вӗсен ҫырмисем ҫу пек юхма пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ Египет ҫӗрне пушхир тусассӑн, ҫӗр хӑйӗн пӗтӗм тулӑхне ҫухатсассӑн, унта пурӑнакансем вилсе пӗтсессӗн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.</verse>
				<verse number="16">Хӳхлев юрри ҫакӑ, йӗрсе юрлӗҫ ӑна; ӑна халӑхсен хӗрӗсем юрлӗҫ; Египет ҫинчен, унӑн пӗтӗм пысӑк йышӗ ҫинчен юрлӗҫ ӑна, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="17">Вуниккӗмӗш ҫулта, ҫав уйӑхрах, вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="18">этем ывӑлӗ! Египет халӑхӗшӗн хурланса макӑр та ӑна, ӑна тата чаплӑ халӑхсен хӗрӗсене виле шӑтӑкне каякансемпе пӗрле ҫӗр тӗпне ывӑт.</verse>
				<verse number="19">Камран чаплӑрах эс? Ан та ӳт кастарманнисемпе пӗрле вырт.</verse>
				<verse number="20">Лешӗсем хӗҫпе вӗлернисен хушшине ӳкӗҫ, ӑна та хӗҫ айне ӳксе пӗтме панӑ; сӗтӗрӗр ӑна, унӑн пӗтӗм йышне сӗтӗрӗр.</verse>
				<verse number="21">Ҫӗр тӗпӗнче ун ҫинчен тата унпа пӗр канашлӑ пулнисем ҫинчен малтанхи паттӑрсем калаҫӗҫ; вӗсем, хӗҫпе касӑлса ӳкнӗскерсем, унта ӳт кастарманнисем хушшинче выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Унта — Ассур тата унӑн пӗтӗм пысӑк эшкерӗ, унӑн тавра — эшкерӗн тупӑкӗсем, вӗсем пурте хӗҫ айне пулса вилнӗ.</verse>
				<verse number="23">Унӑн тупӑкӗсене ҫӗр тӗпне чи аяла лартнӑ, унӑн эшкерӗ — унӑн тупӑкӗ тавра, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, вӗсем пурте хӗҫ айне пулса вилнӗ.</verse>
				<verse number="24">Унта — Елам, унӑн тупӑкӗ тавра унӑн пӗтӗм пысӑк йышӗ, вӗсем пурте — хӗҫ айне пулса вилнӗскерсем, ӳт кастармасӑр ҫӗр тӗпне аннӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халь ӗнтӗ вӗсем виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Унпа унӑн пӗтӗм пысӑк йышне вилнисем хушшинче вырӑн панӑ; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне ӳксе пӗтнӗскерсем; чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халӗ виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе тан хурлӑх кураҫҫӗ, вӗсене ӗнтӗ вӗлернисем хушшине хунӑ.</verse>
				<verse number="26">Унта — Мешехпе Фувал хӑйсен пӗтӗм пысӑк йышӗпе; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне пулса пӗтнӗскерсем, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсен те ӳт кастарман паттӑрсемпе выртмалла мар-и, лешӗсем ҫӗр тӗпне хӑйсен ҫар кӑралӗпе аннӑ, хӗҫне пуҫ айне хунӑ, кусен вара хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗ хӑйсен шӑммисем ҫине юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем, вӑйлӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="28">Сана та ӳт кастарманнисем хушшинче аркатса тӑкӗҫ, эсӗ те, хӗҫ айне пулса, вилнисемпе пӗрле выртӑн.</verse>
				<verse number="29">Унта — Эдомпа унӑн патшисем, унӑн улпучӗсем, вӗсене, темле харсӑр пулнӑ пулин те, хӗҫпе пӗтернисем хушшине хунӑ, вӗсем ӳт кастарманнисемпе, виле шӑтӑкне аннисемпе пӗрле выртаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="30">Унта — ҫурҫӗр хуҫисем, вӗсем тата пӗтӗм Сидон халӑхӗ, сехӗрлентерсе тӑнӑ вӑй-хӑватне ҫӗмӗрсе тӑкнипе намӑса юлнӑскерсем, аркатса тӑкнӑ ҫынсемпе пӗрле ҫӗр тӗпне аннӑ, халь ӳт кастарманнисемпе пӗрле, хӗҫпе вӗлернисемпе пӗрле выртаҫҫӗ, виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="31">Фараон вӗсене курӗ те хӗҫпе касӑлса ӳкнӗ пысӑк йышӗшӗн йӑпанӗ, фараонпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ йӑпанӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="32">Эпӗ чӗррисен ҫӗрне хӑратса ӳкерӗп те, фараонпа унӑн пӗтӗм йышне ӳт кастарманнисен, хӗҫпе пӗтнисен хушшине хурӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="33">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! ху халӑхун ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те Эпӗ пӗр-пӗр ҫӗр ҫине хӗҫ ярсассӑн, ҫав ҫӗр халӑхӗ хӑйсем хушшинчен ҫын суйласа илсе ӑна хӑйсен хуралне тӑратсассӑн,</verse>
				<verse number="3">ҫав ҫын ҫӗр ҫине килекен хӗҫе курса трупапа кӑшкӑртса халӑха систерсессӗн,</verse>
				<verse number="4">эхер те кам та кам трупа сассине илтет, анчах сыхланмасть пулсан, ӑна хӗҫ ҫитсе ярса илсессӗн, ҫав ҫын юнӗ хӑйӗн пуҫӗ ҫинче пулӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл трупа сассине илтнӗ, анчах та хӑйне хӑй сыхласа хӑварман пулсан, апла унӑн юнӗ хӑй ҫинче пулӗ; кам сыхланнӑ, ҫавӑ вара хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="6">Эхер те хуралҫӑ, килекен хӗҫе курса, трупапа кӑшкӑртмарӗ, халӑха систермерӗ пулсан — хӗҫ ҫитсе камӑн та пулин пурӑнӑҫне пӗтерчӗ пулсан — ҫав ҫынна ҫылӑхӗшӗн ярса илнӗ, анчах та унӑн юнне хуралҫӑ аллинчен шыраса илӗп.</verse>
				<verse number="7">Этем ывӑлӗ, Эпӗ сана Израиль килӗн хуралҫи пулма тӑратрӑм, эсӗ Манӑн сӑмахӑма илтӗн те вӗсене Манӑн ятӑмран ӑса кӗртӗн.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ йӗркесӗр ҫынна: «йӗркесӗр этем! санӑн вилӗмӳ ҫитӗ» тенӗ чухне эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑй ҫулӗнчен сыхланма каламарӑн пулсан, ҫав йӗркесӗр ҫын хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн вилӗ, анчах унӑн юнне санран шыраса илӗп.</verse>
				<verse number="9">Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрас тесе сыхларӑн пулсан, анчах та вӑл хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилет, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑвартӑн.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ, этем ывӑлӗ, Израиль килне кала: эсир ҫапла калатӑр: «пирӗн ирсӗр ӗҫӗмӗрсем, пирӗн ҫылӑхӑмӑрсем хамӑр ҫинче, эпир ҫавӑн пирки типсе хӑратпӑр; мӗнле пурӑнма пултарӑпӑр-ха эпир?» теетӗр.</verse>
				<verse number="11">Кала вӗсене: Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ: Манӑн ҫылӑхлӑ ҫынна вӗлерес килмест, ҫылӑхлӑ ҫынна, хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнтарса, чӗрӗ хӑварас килет. Пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр усал ҫулӑрсенчен; Израиль халӑхӗ, сирӗн мӗншӗн вилмелле-ха?</verse>
				<verse number="12">Эсӗ, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене кала: усал ӗҫӗн кунӗнче тӳрӗ ҫынна тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑвараймӗ, хӑй йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑннӑ кун йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗшӗн пӗтмӗ, ҫавӑн пекех тӳрӗ ҫын та ҫылӑха кӗнӗ кун хӑйӗн унчченхи тӳрӗлӗхӗшӗн чӗрӗ юлаймӗ те.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ тӳрӗ ҫынна чӗрӗ юлатӑн тенӗ пулсассӑн, анчах та вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхне шанса тӗрӗс мар ӗҫ тусассӑн, унӑн унчченхи пӗтӗм тӳрӗ ӗҫне асӑнмӗҫ — вӑл хӑй тунӑ тӗрӗс мар ӗҫӗшӗн вилӗ.</verse>
				<verse number="14">Йӗркесӗр ҫынна: «вилӗмӳ ҫитӗ» терӗм пулсассӑн, вӑл вара хӑй ҫылӑхӗнчен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тӑвать пулсассӑн,</verse>
				<verse number="15">ҫав йӗркесӗр ҫын саклата каялла тавӑрса парать пулсан, вӑрланӑ япалашӑн тӳлет пулсан, пурӑнӑҫ саккунӗсене тытса нимӗнле начар ӗҫ тумасӑр пурӑнать пулсан — вӑл чӗрӗ юлӗ, вилмӗ.</verse>
				<verse number="16">Унӑн унччен тунӑ ҫылӑхӗсенчен пӗрне те аса илмӗҫ, вӑл ӗнтӗ тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тума тытӑннӑ, вӑл чӗрӗ юлӗ.</verse>
				<verse number="17">Сан халӑхун ывӑлӗсем вара хӑйсен ҫулӗ тӗрӗс мар чухне: «Турӑ ҫулӗ тӗрӗс мар» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Тӳрӗ ҫын, хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса, йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫларӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн вилӗ.</verse>
				<verse number="19">Йӗркесӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑнса, тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тума тытӑнчӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн чӗрӗ юлӗ.</verse>
				<verse number="20">Эсир вара: «Турӑ ҫулӗ тӗрӗс мар!» теетӗр. Израиль килӗ, Эпӗ сире пурне те хӑй мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="21">Эпир куҫса кайни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче, ман патӑма хӑтӑлса юлнӑ ҫынсенчен пӗри Иерусалимран килчӗ те каларӗ: «хулана ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ!» терӗ.</verse>
				<verse number="22">Анчах ҫав хӑтӑлнӑ ҫын киличченех каҫпа ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Вӑл ҫав ҫын ирхине ман патӑма киличченех манӑн чӗлхем-ҫӑварӑма уҫрӗ. Вара чӗлхем-ҫӑварӑм уҫӑлчӗ те, эпӗ калаҫма пуҫларӑм.</verse>
				<verse number="23">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="24">этем ывӑлӗ! Израиль ҫӗрӗнче пушанса юлнӑ вырӑнсенче пурӑнакансем калаҫҫӗ: «Авраам пӗччен пулсах ҫӗре еткерлӗхе илнӗ, эпир вара нумаййӑн; эппин, ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир юнпа ҫиетӗр, пуҫӑра ҫӗклесе йӗрӗхӗрсем ҫине пӑхатӑр тата юн тӑкатӑр; хӑвӑр вара ҫӗр хуҫи пуласшӑн-и?</verse>
				<verse number="26">Эсир хӗҫӗр ҫине тайӑнатӑр, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑватӑр, пӗри тепӗрин арӑмне ирсӗрлетет, хӑвӑр ҫӗр хуҫи пуласшӑн-и?</verse>
				<verse number="27">Вӗсене акӑ мӗн кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ пур! ҫаратса хӑварнӑ вырӑнтисем хӗҫпе касӑлса ӳкӗҫ; хиртисене тискер кайӑксене ҫиме парӑп; хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ вырӑнсенче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑнакансем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Ҫӗре пушхиртен те пушӑрах тӑвӑп, унӑн мӑнаҫлӑ чапӗ сӳнӗ, Израиль тӑвӗсем те ҫаралса юлӗҫ, ӗнтӗ иртен-ҫӳрен те пулмӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӗсем тунӑ пӗтӗм йӗрӗнчӗк ӗҫшӗн Эпӗ ҫӗре пушхиртен те пушӑрах тусассӑн, вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Сан ҫинчен вара, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсенӗн килӗ-ҫурчӗ таврашӗнче, алӑкӗсен анинче калаҫаҫҫӗ, пӗри тепӗрине, тӑван хӑйӗн тӑванне калать: «кайӑр та Ҫӳлхуҫаран мӗнле сӑмах тухнине итлӗр» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="31">Вара вӗсем сан патна халӑх пухӑвне пынӑ пек пыраҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм сан умна ларать, санӑн сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ; вӗсем хӑйсен калаҫӑвӗнче ҫакӑнтан вӑйӑ тӑваҫҫӗ, вӗсенӗн чӗри мул хыҫҫӑн хавхаланса каять.</verse>
				<verse number="32">Акӑ эсӗ вӗсемшӗн — кулӑшла юрӑҫӑ пек, евӗклӗ сасӑллӑ та кӗвве лайӑх калакан юрӑҫӑ пек; вӗсем сан сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="33">Анчах та пуласси пулсассӑн, — акӑ вӑл пулса пырать ӗнтӗ, — вӗсем хӑйсем хушшинче пророк пулнине пӗлӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="34">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Израиль кӗтӳҫисене малашне мӗн пулассине пӗлтер, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе кала вӗсене, кӗтӳҫӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хурлӑх ҫитӗ сире, Израиль кӗтӳҫисем, эсир хӑвӑра хӑвӑр кӗтрӗр! ара, кӗтӳҫӗсен ӗнтӗ кӗтӗве кӗтмелле мар-и?</verse>
				<verse number="3">Эсир ҫу ҫисе пурӑнтӑр, шурӑ ҫӑм тумтир тӑхӑнса ҫӳрерӗр, самӑрлатнӑ сурӑхсем пусрӑр, анчах кӗтӗве кӗтмерӗр.</verse>
				<verse number="4">Халсӑррисене тӗреклетмерӗр, чирлӗ сурӑха имлемерӗр, аманнин суранне ҫыхса ямарӑр, хӑваласа кайнине каялла тавӑрмарӑр, ҫухалнине шырамарӑр, вӗсене пусахларӑр, вӗсемпе хаяррӑн хуҫалантӑр.</verse>
				<verse number="5">Кӗтӳҫӗсӗр сапаланса кайрӗҫ вӗсем, сапаланса кайнӑскерсем вара кирек хӑш тискер кайӑкӑн апачӗ пулчӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Манӑн сурӑхӑмсем пӗтӗм ту тӑрӑх, пӗтӗм ҫӳллӗ сӑрт тӑрӑх ҫухалса ҫӳреҫҫӗ, Манӑн сурӑхӑмсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе саланчӗҫ, ӗнтӗ никам та вӗсем ҫинчен тӗпчемест, никам та вӗсене шырамасть.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа та, кӗтӳҫӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа, Манӑн сурӑхӑмсене никам та кӗтмест те, вӗсем тискер кайӑк апачӗ пулчӗҫ, Манӑн кӗтӳҫӗсем Манӑн сурӑхӑмсене шыраманшӑн, кӗтӳҫӗмсем хӑйсене хӑйсем кӗтнӗшӗн, Манӑн сурӑхӑмсене кӗтменшӗн —</verse>
				<verse number="9">ҫакӑншӑн, кӗтӳҫӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — кӗтӳҫӗсене хирӗҫ! Хамӑн сурӑхӑмсене вӗсен аллинчен шыраса илӗп, малашне вӗсене сурӑхсене кӗтме памӑп, малашне кӗтӳҫӗсем хӑйсене хӑйсем кӗтмӗҫ, Хамӑн сурӑхӑмсене вӗсен ҫӑварӗнчен туртса кӑларӑп та, вӗсем кӗтӳҫӗсен апачӗ пулмӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене Хам шыраса тупӑп та тӗрӗслӗп вӗсене.</verse>
				<verse number="12">Хӑйӗн сапаланса кайнӑ кӗтӗвӗ хушшинче тӑнӑ кун кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне мӗнле тӗрӗслет, Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене ҫавӑн пек пӑхса тухӑп, вӗсене пӗлӗтлӗ те тӗксӗм кун сапаласа янӑ пур вырӑнтан та ирӗке кӑларӑп, тет.</verse>
				<verse number="13">Вӗсене халӑхсем хушшинчен илсе тухӑп, тӗрлӗ ҫӗршывран пӗрле пуҫтарӑп, вӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитерӗп те Израиль тӑвӗсем ҫинче, юханшывсен хӗрринче тата ҫак ҫӗрте этем пурӑнакан пӗтӗм вырӑнта кӗтӗп.</verse>
				<verse number="14">Вӗсене паха курӑклӑ ҫӗрте кӗтӗп, вӗсен карти Израилӗн ҫӳллӗ тӑвӗсем ҫинче пулӗ; вӗсем унта лайӑх картара канӗҫ, сӗтеклӗ ҫарансенче — Израиль тӑвӗсем ҫинче — ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене кӗтӗп, Эпӗ вӗсене канӑҫлӑх парӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫухалнине шыраса тупӑп, тытса кайнине каялла тавӑрӑп, аманнин суранне ҫыхса ярӑп, чирлине тӗреклетӗп, анчах самӑрӑлса кайнине тата чарусӑррине пӗтерӗп; вӗсене тӗрӗс кӗтӗп.</verse>
				<verse number="17">Сире вара, сурӑхӑмсем, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, акӑ сурӑхпа сурӑх хушшинче, сурӑх такипе качака таки хушшинче сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="18">Сире лайӑх ҫаран ҫинче ҫӳрени сахал-им, ҫав хушӑрах эсир хӑвӑр ҫаранӑрта ыттине урӑрпа таптаса пӗтеретӗр, хӑвӑр таса шыв ӗҫетӗр те ыттине урӑрпа пӑтратса хӑваратӑр,</verse>
				<verse number="19">вара Манӑн сурӑхӑмсен сирӗн урӑр таптанине ҫимелле-и, сирӗн урӑр пӑтратнине ӗҫмелле-и?</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ вӗсене ҫапла калать: самӑр сурӑхпа ырхан сурӑх хушшинче Эпӗ Хам сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="21">Эсир хавшаккисене пурне те мӗн кӑларса яричченех аякпа та, хулпа та тӗртетӗр, мӑйракапа та сӗкетӗр пулсан,</verse>
				<verse number="22">Эпӗ вара Хамӑн сурӑхӑмсене ҫӑлӑп, вӗсем урӑх никамӑн тупӑшӗ те пулмӗҫ, сурӑхпа сурӑх хушшинчине татса парӑп.</verse>
				<verse number="23">Вӗсене пӗр кӗтӳҫӗ парӑп, Хамӑн Давид чурама вӗсен кӗтӳҫи тӑвӑп; вӗсене вӑл кӗтӗ, вӑл вӗсен кӗтӳҫи пулӗ.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсен Турри пулӑп, Манӑн Давид чурам вӗсем хушшинче пуҫлӑх пулӗ. Ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ вӗсемпе тӑнӑҫлӑх халалӗ хывӑп та ҫӗр ҫинчен тискер кайӑксене хӑваласа ярӑп, вара вӗсене ҫеҫенхирте пурӑнма, вӑрманта ҫывӑрма хӑрушӑ пулмӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӗсене тата Хамӑн сӑртӑмӑн тавралӑхне пиллӗп, кирлӗ вӑхӑтра ҫумӑр ярса тӑрӑп; вӑл пиллӗх ҫумӑрӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="27">Хир йывӑҫӗ хӑйӗн улми-ҫырлине парӗ, ҫӗр те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ; хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче вӗсене хӑрушӑ пулмӗ, сӳсмен ҫыххисене аркатса тӑксассӑн, вӗсене пусмӑрҫӑсен аллинчен ирӗке кӑларсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Ӗнтӗ вӗсем халӑхсен тупӑшӗ пулмӗҫ, вӗсене хир кайӑкӗсем ҫиеймӗҫ; вӗсем шикленмесӗр пурӑнӗҫ, вӗсене никам та хӑратаймӗ.</verse>
				<verse number="29">Эпӗ вӗсем патӗнче паха йывӑҫ-курӑк ӳстерӗп, вара ҫӗр ҫинче выҫӑпа асапланса вилмӗҫ, халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ, вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсемпе пӗрле иккенне, вӗсем — Израиль халӑхӗ — Манӑн халӑхӑм иккенне пӗлӗҫ вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ,</verse>
				<verse number="31">эсир — Манӑн сурӑхӑмсем, Манӑн кӗтӗвӗмӗн сурӑхӗсем; эсир — этемсем, Эпӗ вара — сирӗн Туррӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="35">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Сеир тӑвӗ енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер,</verse>
				<verse number="3">кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Сеир тӑвӗ! сан ҫине аллӑма тӑсӑп та — сана этем пурӑнмалла мар пушхир тӑвӑп.</verse>
				<verse number="4">Хулусене ишсе-аркатса пӑрахӑп, эсӗ ху та пушанса юлӑн, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ ӗмӗрӗпе хирӗҫсе, кураймасӑр тӑратӑн, Израиль ывӑлӗсене вӗсемшӗн хӗн-хурлӑ вӑхӑтра, тӗппипех пӗтнӗ вӑхӑтра, хӗҫ аллине патӑн:</verse>
				<verse number="6">ҫакӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — сана юн тӑвӑп, вара юн сана канӑҫ памӗ, хыҫран хӑвалӗ; эсӗ юна курайми пулмарӑн, ҫавӑнпа юн хыҫран хӑвалӗ ӗнтӗ сана.</verse>
				<verse number="7">Сеир тӑвне пушӑ, этем пурӑнмалла мар ҫеҫенхир, тӑвӑп, унта килекене те, каялла таврӑнакана та пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="8">Унӑн тӑррисене вӗлернӗ ҫынсемпе тултарӑп; санӑн сӑртусем ҫине, санӑн айлӑмусене, санӑн пур лупашкуна хӗҫпе касӑлнисем ӳксе тулӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Сана ӗмӗрлӗхе пушхир тӑвӑп, санӑн хулусенче никам та пурӑнмӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ: «ҫак икӗ халӑх тата ҫак икӗ ҫӗр манӑн пулӗ, унта Ҫӳлхуҫа пулнӑ пулин те, эпир вӗсене ярса илӗпӗр» терӗн:</verse>
				<verse number="11">ҫавӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — Эпӗ сана хӑвӑн курайманлӑхна кура, Израиль ывӑлӗсене курайманнипе эсӗ епле кӗвӗҫнине кура айӑплӑп, сана сут тунӑ чухне вӗсене Хама кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="12">Вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, эсӗ Израиль тӑвӗсене мӑшкӑлласа «пушанса юлчӗҫ! пире пачӗҫ!» тенине пӗтӗмпе илтнине пӗлӗн эсӗ.</verse>
				<verse number="13">Эсир Ман умӑмра чӗлхӗрпе мухтантӑр, Мана хирӗҫ нумай калаҫрӑр; ҫакна илтрӗм Эпӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пӗтӗм ҫӗр савӑннӑ вӑхӑтра Эпӗ сана пушхир тӑвӑп.</verse>
				<verse number="15">Израиль килӗн еткерлӗхӗ пушаннӑ чухне эсӗ епле савӑнтӑн, Эпӗ сана та ҫапла тӑвӑп: Сеир тӑвӗ, эсӗ пушанса юлӑн, пӗтӗм Идумея та пӗрле пӗтӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="36">
				<verse number="1">Эсӗ, этем ывӑлӗ, Израиль тӑвӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: эй Израиль тӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр те.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен</verse>
				<verse number="3">пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн —</verse>
				<verse number="4">ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать;</verse>
				<verse number="5">ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа та Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ ҫакна сирӗншӗн хытӑ тӑрса, хаяр ҫиллӗмпе каларӑм, мӗншӗн тесессӗн сирӗнтен халӑхсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе: «сирӗн таврари халӑхсем хӑйсем мӑшкӑл курӗҫ» тесе тупа турӑм.</verse>
				<verse number="8">Эсир вара, Израиль тӑвӗсем, туратӑрсене сарӑр та хӑвӑр ҫимӗҫӗре Манӑн халӑхӑм Израиль валли ӳстерӗр: вӗсем кӗҫех килеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Акӑ Эпӗ сирӗн енне ҫаврӑнӑп та, сире сухалӗҫ, акӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Сирӗн ҫине темӗн чухлӗ халӑх, пӗтӗм Израиль килне, пӗтӗмпе, вырӑнаҫтарӑп та, хуласенче пурӑнма пуҫлӗҫ, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем лартса тултарӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Тусем ҫинче пурӑнакан ҫынсен, выльӑх-чӗрлӗхӗн йышне ӳстерӗп, вӗсем ӗрчесе-хунаса кайӗҫ, эсир унчченхи вӑхӑтра мӗнле вырӑнаҫнӑ, сире ҫавӑн пек вырӑнаҫтарӑп, сире унчченхинчен нумайрах ырӑлӑх кӑтартӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.</verse>
				<verse number="12">Сирӗн пата ҫынсене, Хамӑн халӑхӑма, Израиле, илсе килӗп; ҫӗр, вӗсем санӑн хуҫусем пулӗҫ! эсӗ вӗсен еткерлӗхӗ пулӑн та вӗсене текех ачасӑр хӑвармӑн.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: сирӗн ҫинчен: «эсӗ — ҫын ҫиекен, хӑвӑн халӑхна ачасӑр тӑвакан ҫӗр» тенӗшӗн —</verse>
				<verse number="14">ҫакӑншӑнах ӗнтӗ текех ҫын ҫимӗн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр тумӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="15">Малашне хӑвӑнтан халӑхсем мӑшкӑлласа кулнине илтмӗн, ытти йӑхран та хур курмӑн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр хӑвармӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="16">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="17">этем ывӑлӗ! Израиль халӑхӗ хӑй ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне вӑл ӑна хӑйӗн хӑтланӑшӗпе тата хӑйӗн ӗҫӗсемпе ирсӗрлерӗ; Ман умӑмра вӗсен ҫулӗ хӗрарӑмсен тасалнӑ вӑхӑтри тасамарлӑхӗ пек пулчӗ.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ вара ҫак ҫӗр ҫинче юхтарнӑ юншӑн, ҫӗре хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ирсӗрленӗшӗн вӗсем ҫине Хамӑн ҫиллӗме ҫитертӗм.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатрӑм, вӗсем ӗнтӗ ҫӗрсем тӑрӑх сапаланнӑ; Эпӗ вӗсене хӑйсем мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тата ӗҫӗсене кура айӑпларӑм.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем каяс ҫӗре, халӑхсем патне, ҫитрӗҫ те Манӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫинчен: «вӗсем — Турӑ халӑхӗ, вӗсем Унӑн ҫӗрӗнчен тухнӑ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ вара Хамӑн сӑваплӑ ятӑма, Израиль килӗ халӑхсем патне ҫитсе чыссӑрлатнӑ ятӑма, хӗрхентӗм.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑнпа та Израиль халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль килӗ, Эпӗ ҫакна сирӗншӗн мар, эсир халӑхсем патне ҫитсе ҫавӑнта чыссӑрлатнӑ сӑваплӑ ятӑмшӑн тӑватӑп.</verse>
				<verse number="23">Хамӑн аслӑ ятӑма, Эсир халӑхсем хушшинче чыссӑрлатнӑ, ҫав халӑхсем чыссӑрлатакан ятӑма, тасатӑп. Хамӑн сӑваплӑхӑма вӗсен куҫӗ умӗнче сирӗн ҫинче кӑтартсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="24">Сире халӑхсем хушшинчен уйӑрса илӗп те, сире пӗтӗм ҫӗршывран пуҫтарӑп та хӑвӑр ҫӗрӗре илсе килӗп.</verse>
				<verse number="25">Сире таса шывпа сирпӗтӗп те, эсир хӑвӑрӑн пӗтӗм ирсӗрлӗхӗртен тасалатӑр; сире пӗтӗм йӗрӗхӗрсенчен тасатӑп.</verse>
				<verse number="26">Вара сире ҫӗнӗ чӗре парӑп, ҫӗнӗ сывлӑш парӑп сире; сирӗн ӳтӗртен чул чӗре илӗп те сире чӗрӗ чӗре парӑп.</verse>
				<verse number="27">Сирӗн ӑша Хамӑн сывлӑшӑма кӗртӗп те ҫапла тӑвӑп: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсенчен иртмесӗр ҫӳретӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса пурӑнатӑр, вӗсене туса тӑратӑр.</verse>
				<verse number="28">Вара эсир Эпӗ сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр. Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулӑп.</verse>
				<verse number="29">Сире пӗтӗм тасамарлӑхӑртан хӑтарӑп, тырӑ-пулӑ чӗнсе илӗп, ӑна ӳстерӗп, сире выҫӑпа асапланма памӑп.</verse>
				<verse number="30">Малашне сирӗн выҫлӑха пула халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмелле ан пултӑр тесе, йывӑҫсен улми-ҫырлине, хир ҫимӗҫӗсене йышлантарӑп.</verse>
				<verse number="31">Ун чухне вара хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсем ҫинчен, хӑвӑрӑн ырӑ мар ӗҫӗрсем ҫинчен аса илетӗр те йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн, йӗрӗнчӗк ӗҫӗрсемшӗн хӑвӑртан хӑвӑр йӗрӗнетӗр.</verse>
				<verse number="32">Пӗлсех тӑрӑр, Эпӗ ҫакна сирӗншӗн тумастӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. Израиль килӗ, хӑвӑр ҫулӑрсенчен вӑтанӑр, намӑсланӑр.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗртен тасатнӑ кун, ҫынсене хуласене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ кун, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем ҫавӑрсан,</verse>
				<verse number="34">пушанса юлнӑ ҫӗре, кирек мӗнле иртен-ҫӳрен умӗнче те пушхир пек выртнӑскере, сухалаҫҫӗ-акаҫҫӗ пулсан,</verse>
				<verse number="35">ҫавӑн чухне калӗҫ вара: «ҫакӑ пушӑ ҫӗр Эдем сачӗ пек пулса тӑчӗ; ҫак арканнӑ, пушша юлнӑ, ҫаратса тухнӑ хуласене тӗреклетнӗ, ӗнтӗ унта халӑх вырӑнаҫнӑ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="36">Сирӗн таврара юлнӑ халӑхсем пӗлӗҫ вара: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, арканнине ҫӗнететӗп, пушаннине ешертетӗп. Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет.</verse>
				<verse number="37">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: хамӑн ырӑлӑхӑма Израиль килне тата ҫапла кӑтартӑп — унти халӑха кӗтӳ пек ӗрчетӗп.</verse>
				<verse number="38">Иерусалимра унӑн уявӗсем вӑхӑтӗнче парне пама илсе килнӗ сурӑхсем епле сумсӑр нумай пулаҫҫӗ, пушанса юлнӑ хуласенче ҫавӑн пекех туп-тулли халӑх пулӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="37">
				<verse number="1">Ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Ҫӳлхуҫа мана Сывлӑшӗпе илсе тухса хир варрине тӑратрӗ, унта хир тулли шӑмӑччӗ,</verse>
				<verse number="2">мана шӑмӑсем тавра вӗсен ҫумӗнченех кӑтартса ҫаврӑнчӗ, акӑ хирте шутсӑр нумай шӑмӑ, хӑйсем пурте ҫав тери типсе хӑрса кайнӑ.</verse>
				<verse number="3">Мана каларӗ: этем ывӑлӗ! ҫак шӑмӑсем чӗрӗлӗҫ-и? терӗ. Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ӑна Эсӗ пӗлетӗн, терӗм.</verse>
				<verse number="4">Мана каларӗ: ҫак шӑмӑсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала вӗсене: «хӑрнӑ шӑмӑсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!» те.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫак шӑмӑсене ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр.</verse>
				<verse number="6">Сирӗн тавра шӑнӑр хурӑп, сирӗн ҫийӗре ӳт ӳстерӗп, сире ӳт-тирпе витӗп, сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ, хама хушнӑ пек, малашне мӗн пулассине пӗлтертӗм; эпӗ пулассине пӗлтернӗ чухне шав илтӗнсе кайрӗ, акӑ пӗтӗмпех хускалчӗ, шӑмӑсем, шӑмӑпа шӑмӑ, пӗр-пӗрин патне ҫывӑхара пуҫларӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Куртӑм вара: вӗсен ӗнтӗ шӑнӑрӗ те пурччӗ, ӳчӗ те ӳссе ҫитӗнчӗ, вӗсене ҫиелтен тир карса илчӗ, анчах вӗсенче пурӑнӑҫ сывлӑшӗ ҫукчӗ-ха.</verse>
				<verse number="9">Вӑл мана каларӗ: малашне мӗн пулассине чӗме пӗлтер, пулассине пӗлтер, этем ывӑлӗ, кала чӗме: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй чӗм, тӑватӑ ҫил енчен кил те, ҫак вӗлерсе тӑкнӑ ҫынсен виллисене пурӑнӑҫ вӗрсе кӗрт те — вӗсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ, те.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ, Вӑл хушнӑ пек, пулассине пӗлтертӗм, вара вӗсене чӗм кӗчӗ те, вӗсем чӗрӗлчӗҫ, ура ҫине тӑчӗҫ — сумсӑр, сумсӑр йышлӑ эшкер.</verse>
				<verse number="11">Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! ҫак шӑмӑсем — пӗтӗм Израиль халӑхӗ. Акӑ вӗсем: «пирӗн шӑмӑсем типсе хӑрчӗҫ, пирӗн ӗмӗт путланчӗ, эпир ӗнтӗ тымартан татӑлнӑ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнпа та малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн тупӑклӑхӑрсене уҫӑп та сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухса Израиль ҫӗрне илсе кӗрӗп.</verse>
				<verse number="13">Тупӑклӑхӑрсене уҫсассӑн, сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара,</verse>
				<verse number="14">сирӗн ӑшӑра Хамӑн сывлӑша кӗртӗп те, эсир чӗрӗлӗр, сире хӑвӑр ҫӗрӗре вырӑнаҫтарӑп, вара пӗлӗр эсир, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="15">Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="16">эсӗ вара, этем ывӑлӗ, пӗр туя ил те ун ҫине: «Иудӑна тата унпа килӗштерсе пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене» тесе ҫыр; тата тепӗр туя ил те ун ҫине: «Иосифа» тесе ҫыр: ку вӑл Ефремӑн тата унпа килӗштерсе пурӑнакан пӗтӗм Израиль килӗн туйи пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсене пӗрле юнашар, пӗр туя пулмалла, майлаштарса хур, вӗсем сан аллунта пӗрре пулччӑр.</verse>
				<verse number="18">Халӑхун ывӑлӗсем санран: «мӗн япала ку, пире ӑнлантарса памӑн-и?» тесессӗн,</verse>
				<verse number="19">вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Иосиф туйине, Ефрем аллинчи тата унпа килӗштерсе пурӑнакан Израиль йӑхӗсен аллинчи туяна, илӗп те ӑна Иуда туйи ҫумне хурӑп, ҫапла вӗсене пӗр туя тӑвӑп, Манӑн аллӑмра вӗсем пӗр пулӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Икӗ туйи те, эсӗ ҫапла ҫырнӑ хыҫҫӑн, сан аллунта, вӗсен куҫӗ умӗнче пулсассӑн,</verse>
				<verse number="21">кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене хӑйсем пурӑнакан халӑхсем хушшинчен илсе тухӑп та, вӗсене пур ҫӗртен те пуҫтарӑп та вӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе килӗп.</verse>
				<verse number="22">Ҫак ҫӗр ҫинче, Израиль тӑвӗсем ҫинче, Эпӗ вӗсене пӗр халӑх тӑвӑп, вӗсен пурин те пӗр Патша пулӗ, малашне вӗсем икӗ халӑх пулмӗҫ, малашне икӗ патшалӑха пайланса пурӑнмӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Ӗнтӗ хӑйсене йӗрӗхӗсемпе, йӗрӗнчӗк ӗҫӗсемпе тата тӗрлӗ айӑппа ирсӗрлемӗҫ, вӗсене ҫылӑх туса пурӑннӑ мӗнпур ҫӗртен ирӗке кӑларӑп, вӗсене тасатӑп, вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Турри пулӑп.</verse>
				<verse number="24">Манӑн Давид чурам вара вӗсенӗн Патши тата пуринӗн Кӗтӳҫи пулӗ, вӗсем ӗнтӗ Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене пӑхӑнса тӑрӗҫ, вӗсене туса тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ Хамӑн Иаков чурама панӑ ҫӗр ҫинче, хӑйсен ашшӗсем пурӑннӑ ҫӗр ҫинче, пурӑнма пуҫлӗҫ; вӗсем, вӗсенӗн ачисем, ачисен ачисем ӗмӗр-ӗмӗрех ҫавӑнта пурӑнӗҫ; Манӑн Давид чурам ӗмӗрех вӗсен пуҫлӑхӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӗсемпе канӑҫлӑх халалӗ хывӑп, вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп. Вӗсене вырӑнаҫтарӑп, вӗсене ӗрчетӗп, вӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе Хамӑн сӑваплӑ Ҫуртӑма лартӑп.</verse>
				<verse number="27">Манӑн килӗм вӗсем патӗнче пулӗ, Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Манӑн Ҫуртӑм ӗмӗрлӗхе вӗсем хушшинче пулсассӑн, халӑхсем Эпӗ Израиле тасатакан Ҫӳлхуҫа пулнине пӗлӗҫ, тесе калать те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="38">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="2">этем ывӑлӗ! Магог ҫӗрӗнчи Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ — енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер,</verse>
				<verse number="3">кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ!</verse>
				<verse number="4">Сана каялла ҫавӑрӑп та ҫӑварлӑхласа илӗп, унтан сана, санӑн пӗтӗм эшкерне — утсемпе юланутҫӑсене, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленсе тимӗр тум тӑхӑннӑ, хулканпа хӗҫ тытнӑ пысӑк ҫарна — илсе тухӑп,</verse>
				<verse number="5">вӗсемпе пӗрле хулкан тытнӑ, тимӗр калпак тӑхӑннӑ перссене, эфиопсене, Ливи ҫыннисене,</verse>
				<verse number="6">Гомерпа унӑн пӗтӗм ҫарне, Фогарма килне ҫурҫӗр чиккинчен пуҫласа хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе илсе тухӑп, санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑха илсе тухӑп, тесе калать те.</verse>
				<verse number="7">Хатӗрлен, вӑрҫӑ кӑралӗ хатӗрле — эсӗ те, сан патна пуҫтарӑннӑ пӗтӗм эшкерӳ те хатӗрленӗр, эсӗ вӗсенӗн ҫулпуҫӗ пул.</verse>
				<verse number="8">Чылай кунран эсӗ кирлӗ пулӑн; юлашки ҫулсенче эсӗ хӗҫрен хӑтарнӑ, нумай тӗрлӗ халӑх хушшинчен Израиль тӑвӗсем ҫине пуҫтарнӑ халӑх патне ҫитӗн, ҫав тусем унччен пӗрмай юхӑнса выртнӑ, халӗ вара ҫав ҫӗр ҫыннисене халӑхсем хушшинчен каялла тавӑрӗҫ те, вӗсем пурте хӑрушлӑхсӑр пурӑнма пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ тӑвӑл пек ҫӗкленӗн, ҫӗре хуплама хура пӗлӗт пек кайӑн; эсӗ, санӑн пӗтӗм эшкерӳ тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫав кун санӑн чӗрӳне каварлӑ шухӑш пырса кӗрӗ те, эсӗ усал ӗҫ тума шутласа хурӑн,</verse>
				<verse number="11">калӑн вара: «эпӗ хӳмепе хӳтӗлемен ҫӗре хӑпарӑп, хуйхӑ-суйхӑсӑр, ним шухӑшсӑр пурӑнакансене тапӑнӑп — вӗсем пурте пӗр хӳтлӗхсӗр пурӑнаҫҫӗ, вӗсен сӑлӑп та, алӑк та ҫук» тейӗн.</verse>
				<verse number="12">Вара тапӑнӑн вӗсене, пурлӑх ҫаратӑн, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗрен лартнӑ, ҫынсем пурӑнма пуҫланӑ ҫуртсем ҫине, халӑхсем хушшинчен пуҫтарнӑ, хуҫалӑх тытакан, суту-илӳ тӑвакан, ҫӗр тӑрринче пурӑнакан халӑх ҫине аллуна хурӑн.</verse>
				<verse number="13">Сава, Дедан тата Фарсис сутуҫисем хӑйсен пӗтӗм ҫамрӑк арӑсланӗсемпе пӗрле калӗҫ сана: «эсӗ ҫаратма килтӗн-и? хӑвӑн эшкерне пурлӑх чыхса тултарма, кӗмӗлпе ылтӑн тӑпӑлтарма, выльӑх-чӗрлӗхпе мул туртса илме, пысӑк тупӑш ярса илме пуҫтартӑн-и?» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑнпа, этем ывӑлӗ, пулассине пӗлтер, Гога кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫапла мар-и? Манӑн Израиль халӑхӑм хӑрамасӑр пурӑнас кун ҫакна пӗлӗн эсӗ;</verse>
				<verse number="15">хӑвӑн вырӑнунтан, ҫурҫӗр чиккинчен, тапранӑн эсӗ, тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӗ, пурте ут ҫинче лараҫҫӗ, сумсӑр ушкӑн, сумсӑр йышлӑ ҫар.</verse>
				<verse number="16">Ҫӗре хупӑрласа Манӑн халӑхӑм ҫине, Израиль ҫине, хура пӗлӗт пек ҫӗкленӗн: ку вӑл юлашки кунсенче пулӗ, Эпӗ сана Хамӑн ҫӗрӗм ҫине илсе килӗп, Гог, сана ҫӗнтерсе Хамӑн сӑваплӑхӑма халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартсан, вӗсем Мана пӗлӗҫ вара.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ лешӗ, хайхи, авалхи кунсенче Эпӗ Хамӑн чурамсем, Израиль пророкӗсем, урлӑ пӗлтернӗскер пулмарӑн-и? ҫав вӑхӑтра вӗсем, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе, Эпӗ сана вӗсемпе тытӑҫма илсе килесси ҫинчен каланӑччӗ.</verse>
				<verse number="18">Гог Израиль ҫӗрне килнӗ кун Манӑн ҫиллӗм пӗтӗм хаярлӑхӑмпа хыпса илӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="19">Кӗвӗҫсе, тарӑху вучӗпе ҫунса каларӑм Эпӗ: чӑн та, ҫав кун Израиль ҫӗрӗ хӑрушла кисренӗ.</verse>
				<verse number="20">Манӑн сӑнӑма курса, тинӗсри пулӑсем, тӳпери кайӑксем, хирти тискер кайӑксем, пӗтӗм шӑван-кусан, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенскерсем, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ҫын чӗтрене ерӗҫ, тусем ишӗлсе анӗҫ, чул сӑртсем йӑтӑнса анӗҫ, пӗтӗм хӳме ҫӗр ҫине ӳкӗ.</verse>
				<verse number="21">Хамӑн мӗнпур тӑвӑм тӑрӑх ӑна хирӗҫ хӗҫ йыхӑрӑп: кашнийӗ хӑйӗн тӑванне хирӗҫ хӗҫ ҫӗклӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="22">Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп;</verse>
				<verse number="23">Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="39">
				<verse number="1">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Гога малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Гог, — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ, — акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ!</verse>
				<verse number="2">Сана каялла ҫавӑрӑп, сана ертсе кайӑп, сана ҫурҫӗр хӗрринчен илсе тухӑп, сана Израиль тӑвӗсем ҫине илсе килӗп.</verse>
				<verse number="3">Сулахай аллунтан уххуна ҫапса ӳкерӗп, сылтӑм аллунтан ҫӗмренӳсене кӑларса ывӑтӑп.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ Израиль тӑвӗсем ҫинче пӗтӗн, эсӗ те, санӑн пӗтӗм ҫару та, санпа пӗрле килнӗ халӑхсем те ҫавӑнта пӗтетӗр; сана тӗрлӗ ҫӑткӑн кайӑксене, хирти тискер кайӑксене ҫиме парӑп.</verse>
				<verse number="5">Уҫӑ хирте ӳкӗн: Эпӗ ҫапла каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="6">Магог ҫӗрӗ ҫинче тата утравсем ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнакансем ҫине вут-ҫулӑм ярӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Хамӑн сӑваплӑ ятӑма Хамӑн халӑхӑм, Израиль, хушшинче кӑтартӑп, малашне Хамӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатма памӑп, вара халӑхсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Израилӗн Святойӗ пулнине пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Акӑ ҫакӑ килет, пулать, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, ку — Эпӗ каласа хунӑ кун.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑн чухне Израиль хулисенче пурӑнакансем килӗсенчен тухӗҫ те вут чӗртсе ярӗҫ, вӑрҫӑ кӑралне, хулкансемпе хурҫӑ тумтирсене, ухӑсемпе ҫӗмренсене, чукмарсене, сӑнӑсене ҫунтарма пуҫлӗҫ; вӗсене ҫичӗ ҫул хушши ҫунтарӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ хиртен вутӑ йӑтмӗҫ, вӑрмантан та касса килмӗҫ, вӑрҫӑ кӑралне ҫеҫ ҫунтарӗҫ; хӑйсене ҫаратнисене ҫаратӗҫ, хӑйсене тустарнисене тустарӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑ кун акӑ мӗн пулӗ: Гога масар шӑтӑкӗ валли Израильре вырӑн — тинӗсрен тухӑҫ енче выртакан айлӑма, иртен-ҫӳренӗн айлӑмне — парӑп, ҫак айлӑм иртен-ҫӳрене чарса тӑратӗ; Гогпа унӑн пӗтӗм эшкерне ҫавӑнта пытарӗҫ, вара ҫав вырӑна Гог эшкерӗн айлӑмӗ тесе ят парӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӗре тасатмашкӑн Израиль килӗ вӗсене ҫичӗ уйӑх хушши пытарӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсене пӗтӗм ҫӗр халӑхӗ пытарӗ, Хамӑн чапӑма кӑтартнӑ кун уншӑн мухтавлӑ кун пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӗре пӗрмай тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳреме ҫынсем суйласа илӗҫ, вӗсем иртен-ҫӳрен пулӑшнипе ҫӗр ҫинче юлнӑ вилесене пытарӗҫ, ҫакна ҫӗре тасатма тӑвӗҫ; вӗсем ҫичӗ уйӑх иртсен шырама пуҫлӗҫ;</verse>
				<verse number="15">тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри-пӗри, этем шӑммине курсан, ун ҫывӑхне паллӑ лартса хӑварӗ, палли вара виле пытаракансем ҫав шӑмма Гог эшкерӗн айлӑмне пытариччен ларӗ.</verse>
				<verse number="16">Хулине Гамона [эшкер] тесе ят парӗҫ. Ҫӗре ҫапла тасатса ҫитерӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑка, хирти пӗтӗм тискер кайӑка кала: пуҫтарӑнӑр та кайӑр, Манӑн парнем патне, Израиль тӑвӗсем ҫинчи аслӑ парне патне, пур енчен те пухӑнӑр, Эпӗ ӑна сирӗн валли пусӑп; эсир аш ҫийӗр, юн ӗҫӗр.</verse>
				<verse number="18">Вӑйпитти арсен ашне ҫийӗр, ҫӗр пуҫлӑхӗсен юнне, Васан ҫӗрӗнче самӑртнӑ сурӑх такисен, путексен, качака такисен, пӑрусен юнне ӗҫӗр;</verse>
				<verse number="19">Эпӗ сирӗн валли пусас парнемӗн ҫӑвне мӗн тӑраниччен ҫийӗр, юнне мӗн ӳсӗрӗличчен ӗҫӗр.</verse>
				<verse number="20">Ман сӗтелӗм хушшинче утсемпе те юланутҫӑсемпе, вӑйпитти арсемпе те тӗрлӗ ҫар ҫыннисемпе тӑранӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="21">Хамӑн мухтавӑма халӑхсем хушшинче кӑтартӑп та, халӑхсем пурте Эпӗ тӑвакан сута тата вӗсем ҫине хуракан Манӑн аллӑма курӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Израиль килӗ вара Эпӗ ҫав кунран пуҫласа ӗмӗрлӗхе хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗ.</verse>
				<verse number="23">Халӑхсем пӗлсе ҫитӗҫ: Израиль халӑхне хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗшӗн урӑх ҫӗре куҫарнӑ; вӗсем Ман умӑмра ултавҫӑ пек хӑтланчӗҫ, ҫавӑншӑн Эпӗ Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытартӑм, вӗсене тӑшманӗсен аллине патӑм, вӗсем пурте хӗҫпе касӑлса ӳкрӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Ҫакна Эпӗ вӗсен ирсӗрлӗхӗшӗн тата вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн турӑм, ҫакӑншӑн Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытартӑм.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӗ Иакова тыткӑнран тавӑрӑп, пӗтӗм Израиль килне каҫарӑп, Хамӑн сӑваплӑ ятӑмшӑн хытӑ тӑрӑп.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнма пуҫласассӑн, вӗсене никам та хӑратайми пулсассӑн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшинчен тавӑрсассӑн, тӑшманӗсен ҫӗрӗсенчен пӗрле пуҫтарсассӑн, Хамӑн сӑваплӑхӑма вӗсенче нумай халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартсассӑн, вӗсем Манӑн умӑмра тунӑ чыссӑр ӗҫӗсене, хӑйсен пӗтӗм йӗркесӗрлӗхне туйса илӗҫ.</verse>
				<verse number="27"></verse>
				<verse number="28">Вӗсене халӑхсем хушшине сапаланӑ хыҫҫӑн каллех хӑйсен ҫӗрне пӗрле пухсассӑн, вӗсене унтан пӗр ҫын юлмиччен илсе килсессӗн, вӗсем Эпӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ;</verse>
				<verse number="29">ӗнтӗ урӑх вӗсенчен Хамӑн сӑнӑма пытармӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль килӗ ҫине Хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="40">
				<verse number="1">Пире куҫарса кайни ҫирӗм пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, хулана аркатни вунтӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан, шӑп ҫав кун ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Вӑл мана ҫавӑнта илсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ Турӑ кӑтартнине куртӑм, Вӑл мана Израиль ҫӗрне илсе килчӗ, мана шутсӑр ҫӳллӗ ту тӑррине тӑратрӗ, ҫав ту ҫинче, кӑнтӑр енче, хула ҫурчӗсем ларнӑ пек курӑнчӗҫ;</verse>
				<verse number="3">мана ҫавӑнта илсе ҫитерчӗ. Акӑ пӗр ар, ялтӑртатакан пӑхӑр пек курӑнаканскер, аллине йӗтӗн кантрапа виҫмелли шалча тытнӑскер, хапха умӗнче тӑрать.</verse>
				<verse number="4">Ҫав ар мана каларӗ: этем ывӑлӗ! куҫупа пӑх, хӑлхупа итле, эпӗ сана мӗн кӑтартнине пурне те чӗрӳ патне ил, мӗншӗн тесен сана эпӗ ҫакна кӑтартнине курма илсе килтӗм те ӗнтӗ; мӗн курнине пурне те Израиль килне пӗлтер, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Акӑ Турӑ Ҫурчӗ йӗри-тавра — хӳме, леш ар аллинче — виҫмелли шалча, кашни чикине чавсапа алӑ тупанӗ тӑршшӗ шутласан, ҫав шалча ултӑ чике тӑршшӗ; вӑл ҫак хуралтӑна виҫрӗ те, унӑн сарлакӑшӗ пӗр шалча, ҫӳллӗшӗ те пӗр шалча пулчӗ.</verse>
				<verse number="6">Унтан вӑл тухӑҫ енне тухакан хапха патне пычӗ, унӑн картлашки тӑрӑх хӑпарчӗ те хапха пусахисене виҫрӗ, пӗр пусахин сарлакӑшӗ пӗр шалча, тепӗр пусахин сарлакӑшӗ те пӗр шалча пулчӗ.</verse>
				<verse number="7">Кашни айккинчи пӳлӗмӗн тӑршшӗ пӗр шалча, сарлакӑшӗ пӗр шалча, пӳлӗмӗсен хушши пилӗк чике, хапха пӑлтӑрне илсе тухакан хапха пусахи те шалта пӗр шалчах пулчӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл хапха пӑлтӑрӗн шалти сарлакӑшне виҫрӗ — пӗр шалча пулчӗ,</verse>
				<verse number="9">хапха пӑлтӑрӗнче вӑл сакӑр чике виҫрӗ, юписем икӗ чике пулчӗҫ. Ҫак хапха пӑлтӑрӗ — шал енче, Турӑ Ҫурчӗ енче.</verse>
				<verse number="10">Тухӑҫ хапхин айккинчи пӳлӗмӗсем: пӗр енче — виҫҫӗ, тепӗр енче те — виҫҫӗ; виҫҫӗшӗ те пӗр виҫеллӗ, ку енчи тата леш енчи юписем те пӗрешкел виҫеллӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл хапха анин сарлакӑшне виҫрӗ — вунӑ чике пулчӗ, хапха тӑршшӗ вара — вунвиҫӗ чике.</verse>
				<verse number="12">Пӳлӗмӗсен умӗнче пӗр чикеллӗ хысак, тепӗр енче те пӗр чикеллӗ хысак; ҫак пӳлӗмсен пӗр енӗ — ултӑ чике, тепӗр енӗ те — ултӑ чике.</verse>
				<verse number="13">Унтан вӑл хапха сарлакӑшне — пӗр пӳлӗм тӑррипе тепӗр пӳлӗм тӑррин хушшине — виҫрӗ, ҫакӑ ҫирӗм пилӗк чике пулчӗ; алӑк алӑка тӗлме-тӗл.</verse>
				<verse number="14">Унтан вӑл юпасене виҫсе тухрӗ, утмӑл чике шутласа кӑларчӗ, картиш патӗнчи тата хапха ҫумӗнчи кашни юпа ҫапла пулчӗ,</verse>
				<verse number="15">хапхаран кӗмелли вырӑнтан мал енчен пуҫласа шалти хапхан мал енне ҫитиччен — аллӑ чике.</verse>
				<verse number="16">Хапха хуралтисенче тата айккинчи пӳлӗмсенче, ҫав пӳлӗмсем хушшинче тӑршшӗпех шал енчен чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ, пӑлтӑрӑн шал енӗпе те тӑршшӗпех ҫавӑн пек путӑках туса тухнӑ, унӑн икӗ айккинче те пальма касса ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл мана тулашӗнчи картише илсе тухрӗ, унта акӑ пӳлӗмсем, картиш тавра чултан ҫӳллӗ вырӑн туса ҫавӑрнӑ; ҫав ҫӳллӗ вырӑн ҫинче вӑтӑр пӳлӗм.</verse>
				<verse number="18">Ҫав ҫӳллӗ вырӑн хапхан икӗ айккипе тӑсӑлать, вӑл хапха тӑршшӗпе пӗр виҫеллӗ; ку ҫӳллӗ вырӑнӗ лутрарах.</verse>
				<verse number="19">Вӑл картиш сарлакӑшне — аялти хапха патӗнчен шалти картишӗн тулаш хӗррине ҫитиччен — виҫрӗ, ҫӗр чике пулчӗ, тухӑҫ енче те, ҫурҫӗр енче те ҫапла.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑн пекех вӑл тулаш картишӗн ҫурҫӗр енне тухакан хапхин тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫрӗ,</verse>
				<verse number="21">ку хапхан та айккинчи пӳлӗмсем пурччӗ, пӗр енче — виҫҫӗ, тепӗр енче те — виҫҫӗ; пӳлӗмсен хушши те, кунти пӑлтӑрӑн виҫи те пӗрремӗш хапханни пекехчӗ; хапхан тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.</verse>
				<verse number="22">Чӳрече ӗлкиллӗ путӑкӗсем те, пӑлтӑрӗ те, пальми те тухӑҫ енне тухакан хапханнипе пӗр виҫеллӗ; хапха патне ҫичӗ картлашкапа хӑпармалла, хыҫал енчен пӑлтӑр пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Шалти картишӗн хапхисем тулаш картишӗн ҫурҫӗрелле тата тухӑҫалла тухакан хапхисемпе тӗлме-тӗл; вӑл хапхапа хапха хушшине виҫрӗ те, ҫӗр чике пулчӗ.</verse>
				<verse number="24">Унтан мана кӑнтӑралла ертсе кайрӗ, унта акӑ — кӑнтӑр хапхи; вӑл ӑна виҫсе тухрӗ те — унӑн айкки те, пӑлтӑрӗ те ыттисемпе пӗр виҫеллӗччӗ.</verse>
				<verse number="25">Ытти хапханнисен пекех, кӑнтӑр хапхипе пӑлтӑрӑн шал енче тӑршшӗпех чӳрече ӗлкиллӗ путӑксем пулнӑ; ку хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.</verse>
				<verse number="26">Хапха патне ҫичӗ картлашкапа хӑпармалла, хыҫал енчен пӑлтӑр пулнӑ, унӑн икӗ айккинче те пальма касса кӑларнӑ, хапха юписене каса-каса кӑларнӑ пальмӑсемпе эрешленӗ, пӗр пальми — пӗр енче, тепӗри — тепӗр енче.</verse>
				<verse number="27">Шалти картишне кӑнтӑр хапхипе те кӗме пулать; вӑл хапхапа кӑнтӑр хапхи хушшине виҫрӗ — ҫӗр чике пулчӗ.</verse>
				<verse number="28">Кайран вӑл мана кӑнтӑр хапхинчен шалти картишне илсе кӗчӗ; кӑнтӑр хапхине те виҫрӗ, унчченхи пекех пулчӗ.</verse>
				<verse number="29">Айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те — леш виҫеллех. Хапхи тӑршшӗпех, пӑлтӑрӗ тӑршшӗпех чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ. Хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.</verse>
				<verse number="30">Пӑлтӑрӗсен тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк чике, сарлакӑшӗ пилӗк чике.</verse>
				<verse number="31">Ку хапхан пӑлтӑрӗ тулашӗнчи картишне тухать, унӑн икӗ айккинче те пальма каса-каса ӳкернӗ; хапха патне сакӑр картлашкапа хӑпармалла.</verse>
				<verse number="32">Унтан мана тухӑҫ хапхи витӗр шалти картишне илсе кӗчӗ, виҫрӗ те, ҫак хапха виҫи те ыттисенни пекех пулчӗ.</verse>
				<verse number="33">Хапхан айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те леш виҫеллех пулчӗҫ. Хапхи тӑршшӗпех, пӑлтӑрӗ тӑршшӗпех чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ. Хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.</verse>
				<verse number="34">Кунти пӑлтӑр тулашӗнчи картишне тухать; унӑн икӗ айккинче те — кӗмелли тӗлтен пӗр енче тата тепӗр енче — пальма каса-каса ӳкернӗ; хапхи патне сакӑр картлашкапа хӑпармалла.</verse>
				<verse number="35">Кайран мана ҫурҫӗр хапхи патне илсе пычӗ, виҫрӗ те — виҫи ыттисенни пекех пулчӗ.</verse>
				<verse number="36">Ку хапхан та айккинчи пӳлӗмӗсем те, пӳлӗмӗсен хушшисем те, пӑлтӑрӗ те — ытти хапхасенни пекехчӗ. Хапхи тӑршшӗпех чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ. Хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.</verse>
				<verse number="37">Пӑлтӑрӗ тулашӗнчи картишнелле тухать, унӑн икӗ айккинче те — кӗмелли тӗлтен пӗр енче тата тепӗр енче — пальма каса-каса ӳкернӗ; хапха патне сакӑр картлашкапа хӑпармалла.</verse>
				<verse number="38">Хапха патӗнче пӗр пӳлӗм пурччӗ, унта пӑлтӑр витӗр кӗмеллеччӗ: ҫавӑнта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме илсе килнӗ выльӑха ҫӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="39">Хапха патӗнчи пӑлтӑрта пӗр енче — икӗ сӗтел, тепӗр енче — икӗ сӗтел, вӗсем ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне валли, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне валли тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне валли илсе килнӗ выльӑха пусаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ тӗлте, тулаш енче, пӑлтӑрӑн пӗр енче икӗ сӗтел ларать, тепӗр енче те икӗ сӗтел ларать.</verse>
				<verse number="41">Хапхан икӗ айккинче пӗр енче — тӑватӑ сӗтел, тепӗр енче — тӑватӑ сӗтел: пурӗ сакӑр сӗтел, унта парне валли илсе килнӗ выльӑха пусаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="42">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене хатӗрлемелли тӑватӑ сӗтеле чутланӑ чулран тунӑ, сӗтелӗсен тӑршшӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ пӗр чике; вӗсем ҫине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне валли тата ытти парнесем валли илсе килнӗ выльӑха пусмалли хатӗрсене хураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="43">Хуралтӑ стенисем ҫине йӗри-тавра ал лаппи тӑршшӗ ҫекӗлсем ҫакса тухнӑ, сӗтелсем ҫине парне ашне хураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="44">Шалти хапхасен тулашӗнче — юрӑҫӑсен пӳлӗмӗсем; пӗри, шалти картишӗнчи, ҫурҫӗр хапхин айккинчи, кӑнтӑралла пӑхать; тепӗри, кӑнтӑр хапхин айккинчи, ҫурҫӗр еннелле пӑхать.</verse>
				<verse number="45">Вӑл мана каларӗ: ҫак пӳлӗм, кӑнтӑралла пӑхаканни, Турӑ Ҫуртне ҫывӑрмасӑр хураллакан священниксем валли;</verse>
				<verse number="46">ҫурҫӗрелле пӑхакан пӳлӗмӗ — парне сӗтелне ҫывӑрмасӑр хураллакан священниксем валли: кусем — Садок ывӑлӗсем, Левий ывӑлӗсенчен пӗр вӗсем ҫеҫ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма Ун патне ҫывӑхараҫҫӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="47">Вӑл картишне виҫрӗ, унӑн тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ ҫӗр чике пулчӗ; картиш тӑватӑ кӗтеслӗччӗ; Турӑ Ҫурчӗ умӗнче парне сӗтелӗ ларатчӗ.</verse>
				<verse number="48">Унтан вӑл мана Турӑ Ҫурчӗн пӑлтӑрӗ патне илсе пычӗ, пӑлтӑр юписене виҫрӗ, пӗр енчи юпин хулӑнӑшӗ пилӗк чике, тепӗр енчин пилӗк чике пулчӗ; алӑкне те виҫрӗ — пӗр енчи сарлакӑшӗ виҫӗ чике, тепӗр енчи сарлакӑшӗ те виҫӗ чике.</verse>
				<verse number="49">Пӑлтӑр тӑршшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ вунпӗр чике, ун патне вунӑ картлашкапа хӑпараҫҫӗ; юписем пурччӗ: пӗри — пӗр енче, тепӗри — тепӗр енче.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="41">
				<verse number="1">Кайран мана Турӑ Ҫуртне илсе кӗчӗ, унта виҫрӗ те, пӗр енчи юпан хулӑнӑшӗ ултӑ чике, тепӗр енчи юпан хулӑнӑшӗ те ултӑ чике пулчӗ, кӗлӗ чатӑрӗн сарлакӑшӗ ку.</verse>
				<verse number="2">Алӑк сарлакӑшӗ вунӑ чике, алӑк аякӗ пӗр енче пилӗк чике, тепӗр енче те пилӗк чике; Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫрӗ: тӑршшӗ хӗрӗх чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике пулчӗ.</verse>
				<verse number="3">Унтан вӑл шалалла иртрӗ, алӑк патӗнчи юпасене виҫрӗ: вӗсем икӗ чике пулчӗҫ, алӑкӗ ултӑ чике пулчӗ, алӑк сарлакӑшӗ — ҫичӗ чике.</verse>
				<verse number="4">Шалта виҫрӗ: Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике пулчӗ, унтан мана каларӗ: «ку — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм» терӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан Турӑ Ҫурчӗн стенине виҫрӗ: унӑн хулӑнӑшӗ ултӑ чике пулчӗ, Турӑ Ҫурчӗн виҫӗ енне ларса тухнӑ айккинчи пӳлӗмсен сарлакӑшӗ тӑватӑ чике пулчӗ.</verse>
				<verse number="6">Айккинчи пӳлӗмсем виҫӗ хутлӑ, кашни хутӗнче вӑтӑр пӳлӗм, пӳлӗмӗ пӳлӗм ҫумӗнче; вӗсем Турӑ Ҫурчӗ тавра тӑсӑлакан, пӳлӗмсем валли тунӑ стенана кӗтесленсе кӗреҫҫӗ, ҫапла вара пӳлӗмсем ҫак стенапа ҫыхӑннӑ, анчах Турӑ Ҫурчӗн стенине перӗнмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлелле хӑпарнӑҫемӗн Турӑ Ҫурчӗ, айккинчи пӳлӗмӗсене пула, сарӑлса-сарӑлса пырать, мӗншӗн тесен Турӑ Ҫурчӗн ҫавракӑшӗ Турӑ Ҫурчӗ тавра ҫӳлерен те ҫӳле хӑпарать, ҫавӑнпа Турӑ Ҫурчӗ ҫӳлте сарлакарах, аялти хутӗнчен ҫӳлти хутне варринчи витӗр хӑпараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ Ҫурт тӑррине пӗтӗм тавралӑхӗпе куртӑм; айккинчи пӳлӗмсен никӗсӗ пӗр шалчаччӗ, ултӑ тулли чике чухлӗччӗ.</verse>
				<verse number="9">Тулашне тухакан айккинчи пӳлӗмсен стени пилӗк чике сарлакӑш, Турӑ Ҫурчӗн айккинчи пӳлӗмӗсен ҫумӗнче уҫӑ вырӑн пур.</verse>
				<verse number="10">Пӗтӗм Турӑ Ҫурчӗ тавра ларса тухнӑ пӳлӗмсен хушши ҫирӗм чике.</verse>
				<verse number="11">Айккинчи пӳлӗмсен алӑкӗсем уҫӑ вырӑна илсе тухаҫҫӗ: пӗр алӑкӗ — ҫурҫӗр енне, тепӗри — кӑнтӑр енне; ҫав уҫӑ вырӑнӑн сарлакӑшӗ — пилӗк чике.</verse>
				<verse number="12">Анӑҫ енчи лаптӑк умӗнче — пӗр хуралтӑ, унӑн сарлакӑшӗ ҫитмӗл чике; ҫак хуралтӑ стенин хулӑнӑшӗ пилӗк чике, унӑн тӑршшӗ тӑхӑрвунӑ чике.</verse>
				<verse number="13">Унтан вӑл Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗне виҫрӗ, ҫӗр чике пулчӗ, лаптӑка тата хуралтӑна, унӑн стенисемпе пӗрле шутласан, каллех тӑршшӗ ҫӗр чике пулчӗ.</verse>
				<verse number="14">Турӑ Ҫурчӗн пиччӗн енчен шутланӑ сарлакӑшӗпе тухӑҫ енчи лаптӑк сарлакӑшӗ ҫӗр чике пулчӗ.</verse>
				<verse number="15">Лаптӑк умӗнчи хуралтӑн хыҫал енчи тӑршшӗне ҫак хуралтӑн ку енче тата леш енче ларакан айккинчи пӳлӗмӗсемпе пӗрле шутласан, ҫӗр чике пулчӗ; Турӑ Ҫурчӗн ӑшчиккине тата картиш пӑлтӑрӗсене</verse>
				<verse number="16">йывӑҫпа сӑрнӑ. Виҫӗ хутра та — алӑк пӑрӑсӗсем, решеткеллӗ чӳречесем, йӗри-тавра айккинчи пӳлӗмсем, пур ҫӗрте те урайӗнчен пуҫласа чӳрече патне ҫитиччен йывӑҫпа витнӗ; чӳречисем хупӑччӗ.</verse>
				<verse number="17">Турӑ Ҫуртӗнче шалта та, тулашӗнче те алӑксен тӑрринчен пуҫласа пӗтӗм стена ҫине йӗри-тавра, шалта та, тулашӗнче те, тӗрлӗ ӳкерчӗк каса-каса кӑларнӑ,</verse>
				<verse number="18">херувимсемпе пальмӑсем тунӑ: икӗ херувим варринче — пальма, кашни херувимӑн — икӗ пит-куҫ.</verse>
				<verse number="19">Пӗр енчен пальма ҫине этем пит-куҫӗ пӑхать, тепӗр енчен — арӑслан пит-куҫӗ; пӗтӗм Турӑ Ҫурчӗ тавра ҫапла туса тухнӑ.</verse>
				<verse number="20">Урайӗнчен пуҫласа алӑксен тӑррине ҫитиччен херувимсемпе пальмӑсем тунӑ, Турӑ Ҫурчӗн стенисем ҫине те ҫапла каса-каса ӳкернӗ.</verse>
				<verse number="21">Турӑ Ҫурчӗн алӑк сулисем тӑватӑ кӗтеслӗччӗ; сӑваплӑ вырӑн эпӗ курнӑ евӗрлӗччӗ.</verse>
				<verse number="22">Парне сӗтелне йывӑҫран тунӑччӗ, унӑн ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ икӗ чике; унӑн кӗтесӗсене те, унӑн никӗсне те, унӑн енӗсене те йывӑҫран тунӑ. Вӑл мана каларӗ: «Ҫӳлхуҫа умӗнчи сӗтел ку» терӗ.</verse>
				<verse number="23">Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксем икӗ хупӑлчаллӑ,</verse>
				<verse number="24">икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑнать, пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлча, тепӗр алӑкӗн те икӗ хупӑлча;</verse>
				<verse number="25">вӗсем ҫине, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсем ҫине, стенасем ҫине ӳкернӗ евӗрлӗ херувимсемпе пальма йывӑҫӗсене каса-каса ӳкернӗ; пӑлтӑр умӗнче, тулашӗнче, йывӑҫран тунӑ пусаха пур.</verse>
				<verse number="26">Пӑлтӑрӑн айккинчи стенисем ҫине икӗ енче те, айккинчи пӳлӗмсен стени ҫине тата ҫурт ҫамки ҫине чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ, пальма ӳкернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="42">
				<verse number="1">Вӑл мана ҫурҫӗр ҫулӗпе шалти картиш патне илсе тухрӗ те уҫӑ лаптӑка хирӗҫ тата ҫурҫӗр енчи хуралтӑна хирӗҫ вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсем патне илсе пычӗ,</verse>
				<verse number="2">ҫав вырӑн ҫурҫӗр алӑкӗсем патӗнче тӑршшӗпе ҫӗр чике, сарлакӑшӗпе аллӑ чике.</verse>
				<verse number="3">Шалти картишӗн ҫирӗм чикине хирӗҫ, тулаш картишӗнчи ҫӳллӗ вырӑна хирӗҫ — галерейӑсем, вӗсем виҫӗ хутӗнче те пӗр пек вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="4">Пӳлӗмӗсем умӗнче — кӗмелли-тухмалли вырӑн: вӑл вунӑ чике сарлакӑш, шалалла пӗр чике чухлӗ кӗрет; пӳлӗмсен алӑкӗсем ҫурҫӗрелле пӑхаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫак хуралтӑн ҫӳлти пӳлӗмӗсем аялти тата иккӗмӗш хутри пӳлӗмӗсенчен ансӑртарах, мӗншӗн тесессӗн вӗсен лаптӑкне галерея катса илет.</verse>
				<verse number="6">Хуралтӑ виҫӗ хутлӑ, кунта картишсенчи пек юпасем ҫук; ҫавӑнпа вӑл ҫӳлелле ансӑрланса пырать: иккӗмӗш хучӗ аялти хутран, виҫҫӗмӗш хучӗ иккӗмӗш хутран ансӑртарах.</verse>
				<verse number="7">Тулашӗнчи картишӗ енчен пӑхсан, пӳлӗмсен мал енӗ тулаш стена пулать, вӑл аллӑ чике тӑршшӗ,</verse>
				<verse number="8">мӗншӗн тесессӗн тулаш картишӗнчи пӳлӗмсен тӑршшӗ те аллӑ чике ҫеҫ, Турӑ Ҫурчӗ умӗнче вара — ҫӗр чике.</verse>
				<verse number="9">Ҫак пӳлӗмсем патне тулаш картишӗнчен пырас пулсан, унта аялтан тухӑҫ енчен кӗмелле.</verse>
				<verse number="10">Уҫӑ лаптӑкпа унти хуралтӑ умӗнче те пӳлӗмсем пур, вӗсем шалти картишӗн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсен умӗнчи кӗмелли-тухмалли вырӑн ҫурҫӗр еннелле пӑхакан пӳлӗмсенни пекех, тӑршшӗ те ҫавсенни пекех, сарлакӑшӗ те ҫавӑн пекех, пӗтӗм тухмалли-кӗмелли те ҫавсенни пекех, пурне те ҫавсенни пек тунӑ, вӗсен алӑкӗсем те лешӗсенни пекех.</verse>
				<verse number="12">Кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсен алӑкӗсем те ҫавсенни пекех, унта кӗмелли алӑк — хӳме ҫумӗпе тухӑҫалла каякан ҫул хӗрринчех.</verse>
				<verse number="13">Вӑл мана каларӗ: уҫӑ лаптӑк умӗнчи пӳлӗмсем, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсем, сӑваплӑ пӳлӗмсем пулаҫҫӗ, унта Ҫӳлхуҫа патне ҫывӑхаракан священниксем тасаран та таса парне ҫиеҫҫӗ; вӗсем ҫакӑнта тасаран та таса парне, тырӑ-пулӑ парса кӳрекен парне, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — сӑваплӑ вырӑн.</verse>
				<verse number="14">Унта кӗрсессӗн, священниксен хӑйсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирне ҫавӑнта хывса хӑвармасӑр ҫав сӑваплӑ вырӑнтан шалти картишне тухма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ҫав тумтир — таса; халӑх патне тухас умӗн вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнмалла.</verse>
				<verse number="15">Турӑ Ҫурчӗн ӑшчиккине виҫсе пӗтерсен, вӑл мана тухӑҫ енне тухакан хапха витӗр илсе тухрӗ те Турӑ Ҫуртне йӗри-тавра виҫме пуҫларӗ.</verse>
				<verse number="16">Виҫекен шалчипе вӑл тухӑҫ енне виҫрӗ, виҫекен шалчипе виҫсессӗн, пӗтӗмӗшпе пилӗкҫӗр шалча пулчӗ;</verse>
				<verse number="17">ҫав шалчапах ҫурҫӗр енне виҫрӗ, пӗтӗмӗшпе пилӗкҫӗр шалча пулчӗ;</verse>
				<verse number="18">виҫекен шалчипе кӑнтӑр енне виҫсен те, пилӗкҫӗр шалча пулчӗ.</verse>
				<verse number="19">Унтан анӑҫ енне ҫаврӑнчӗ те виҫекен шалчипе пилӗкҫӗр шалча виҫрӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл Турӑ Ҫуртне пур енчен те, тӑватӑ енчен те, виҫсе тухрӗ; таса вырӑна таса марринчен уйӑрса тӑмашкӑн Турӑ Ҫурчӗ тавра пилӗкҫӗр шалча тӑршшӗ, пилӗкҫӗр шалча сарлакӑшлӑ хӳме тытса ҫавӑрнӑччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="43">
				<verse number="1">Кайран мана хапха патне, тухӑҫ енне тухакан хапха патне, илсе пычӗ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ тухӑҫ енчен Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ килет, Унӑн сасси — пысӑк шывсен сасси пек, Унӑн мухтавлӑхӗпе ҫӗр ҫуталса кайрӗ.</verse>
				<verse number="3">Ку эпӗ унччен курни пекех пулчӗ, хула пӗтесси ҫинчен пӗлтерме килсен, эпӗ шӑп та шай ҫапла курнӑччӗ, мана Ховар шывӗ хӗрринче те ҫапла курӑннӑччӗ. Эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тухӑҫ енне тухакан хапха витӗр Турӑ Ҫуртне кӗчӗ.</verse>
				<verse number="5">Мана Сывлӑш ҫӗклерӗ те шалти картишне илсе кӗчӗ, акӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ пӗтӗм Ҫурта тулчӗ.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ хама Турӑ Ҫуртӗнчен такам каланине илтрӗм (леш ҫын вара ман ҫумра тӑратчӗ).</verse>
				<verse number="7">Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ Манӑн аслӑ пукан вырӑнӗ, Манӑн ура саккийӗн вырӑнӗ, Эпӗ кунта ӗмӗр-ӗмӗрех Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп; Израиль килӗ, — вӗсем те, вӗсенӗн патшисем те, — суя туррисемпе аташса, патшисен виллисене сӑрчӗсем ҫине пытарса Манӑн ятӑма урӑх ирсӗрлемӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем хӑйсен алкумӗсене Манӑн алкумӗ патнех, алӑкӗсен юписене Манӑн юпамсем ҫумнех лартатчӗҫ, ҫапла вара Манпа вӗсем хушшинче пӗр хӳме анчахчӗ, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хӑйсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене туса ирсӗрлетчӗҫ, ҫавӑншӑн Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫиллӗмпе пӗтертӗм.</verse>
				<verse number="9">Халӗ ӗнтӗ вӗсем Манран аташса ҫӳреме пӑрахӗҫ, патшисен виллисене аякка куҫарӗҫ, вара Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех вӗсем хушшинче пурӑнӑп.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ, этем ывӑлӗ, Израиль халӑхне ҫак Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен пӗлтер, вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн намӑсланччӑр, Турӑ Ҫуртне виҫсе тухчӑр.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем хӑйсем мӗн тунинчен пуринчен те намӑсланаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине-сӑнне, вӑл мӗнле ларнине, унӑн тухмалли-кӗмелли вырӑнӗсене, унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине, пӗтӗм сӑнарне, унӑн пӗтӗм саккунне кӑтарт, вӗсем унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине сыхла са хӑварччӑр, ҫавсене тытса пурӑнччӑр тесе, ҫакна пӗтӗмпе вӗсен куҫӗ умӗнче ҫырса хур, терӗ.</verse>
				<verse number="12">Турӑ Ҫурчӗн саккунӗ ҫакӑ: ту тӑрринчи пӗтӗм уҫлӑх, Турӑ Ҫурчӗн пӗтӗм тавралӑхӗ — Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑн; Турӑ Ҫурчӗн саккунӗ ҫакӑ!</verse>
				<verse number="13">Пысӑк чикепе, — вӑл ахаль чикерен ал тупанӗ чухлӗ вӑрӑмрах, — шутласан, парне сӗтелӗ ҫакӑн пек пулмалла: никӗсӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике, унӑн хӗррипе йӗри-тавра пӗр шитлӗ карлӑк ҫавӑрнӑ; ҫакӑ парне сӗтелӗн хыҫал енӗ пулать.</verse>
				<verse number="14">Ҫӗр айӗнчи никӗсрен аялти хысака ҫитиччен икӗ чике, унӑн сарлакӑшӗ пӗр чике; пысӑк хысакран пӗчӗк хысака ҫитиччен тӑватӑ чике, унӑн сарлакӑшӗ — пӗр чике.</verse>
				<verse number="15">Парне сӗтелӗ хӑй — тӑватӑ чике ҫӳллӗш; парне сӗтелӗнчен ҫӳлелле тӑватӑ мӑйрака кӑнтарӑнса тӑрать.</verse>
				<verse number="16">Парне сӗтелӗн тӑршшӗ вуникӗ чике, сарлакӑшӗ те вуникӗ чике; вӑл тӑватӑ енлӗ, тӑватӑ кӗтеслӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлти лаптӑкӗ тӑваткал, тӑршшӗ вунтӑватӑ чике, сарлакӑшӗ те вунтӑватӑ чике, тӑватӑ енчен те ҫавӑн пек, хӗррипе ҫур чикеллӗ карлӑк ҫавӑрнӑ, никӗсӗ пур енчен те пӗр чике, парне сӗтелӗ патне тухӑҫ енчен картлашкапа хӑпармалла.</verse>
				<verse number="18">Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: парне вырӑнӗн йӗрки акӑ ҫакӑн пек: вӑл парне вырӑнне — ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме, ун ҫине юн сирпӗтме — туса ҫитернӗ кун валли пултӑр.</verse>
				<verse number="19">Левий йӑхӗн Садок ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксене, Мана ӗҫлесе тӑма Ман патӑма ҫывӑхаракансене, ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру пар, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="20">Пӑру юнне ил те ӑна парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйраки ҫине, парне сӗтелӗн тӑватӑ кӗтесне, таврари карлӑк ҫине сирпӗтсе тух, парне вырӑнне ҫапла тасат, ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳр.</verse>
				<verse number="21">Ҫылӑх парни валли пӑру ил те ӑна Турӑ Ҫурчӗ тулашӗнчи ятарлӑ вырӑнта ҫунтар.</verse>
				<verse number="22">Тепӗр кунне ҫылӑхшӑн кӳрекен парне валли качака кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр качака таки илсе кил, парне вырӑнне пӑрупа тасатнӑ пек тасатчӑр.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла тасатнӑ хыҫҫӑн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӑру, сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр сурӑх таки илсе кил;</verse>
				<verse number="24">вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче парне кӳр; священниксем вӗсем ҫине тӑвар сапӗҫ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳме ҫӗклесе хурӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Ҫичӗ кун хушши ҫылӑх парни, кунне пӗр качака таки, парса тӑр; ҫавӑн пекех вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру, сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр сурӑх таки парса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="26">Парне вырӑнне вӗсен ҫичӗ кун хушши тасатмалла, тасалӑх тивлечӗ кӳмелле, хӑйсен аллине ҫапла тултармалла.</verse>
				<verse number="27">Ҫав ҫичӗ кун иртсен, саккӑрмӗш кунне тата малашне те, священниксем сирӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисене парне сӗтелӗ ҫине ҫӗклесе хурӗҫ; Эпӗ сирӗншӗн ырӑлӑхлӑ пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="44">
				<verse number="1">Ҫав ар мана каялла, Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енне тухакан тулаш хапхи патне, илсе килчӗ, хапхи хупӑччӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ку хапха хупӑ пулӗ, уҫӑлмӗ, ун витӗр пӗр ҫын та кӗрсе ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесессӗн ку хапхаран Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри кӗнӗ, хапха хупӑ пулӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="3">Аслӑ пуҫлӑх тӗлӗшӗнчен пулсан, вӑл, аслӑ пуҫлӑх пулнӑ май, хапха патне Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӑкӑр ҫиме ларӗ; ҫав хапха пӑлтӑрӗнчен кӗрӗ те каялла та ҫавӑнтанах тухӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫав ар кайран мана ҫурҫӗр хапхи витӗр Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умне илсе пычӗ, куртӑм вара эпӗ: акӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ Турӑ Ҫуртне тулчӗ, эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: этем ывӑлӗ! пурне те чӗрӳ патне ил, куҫупа пӑх, хӑлхупа итле, Эпӗ сана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӗтӗм йӗрки ҫинчен, унӑн пӗтӗм саккунӗ ҫинчен каланине пурне те итле; Турӑ Ҫуртне кӗмелли, сӑваплӑ вырӑнтан тухмалли пур вырӑна та чӗрӳ патне ил, терӗ.</verse>
				<verse number="6">Израилӗн пӑлханакан халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль килӗ, сире йӗрӗнчӗк ӗҫӗрсене туса ҫитӗ,</verse>
				<verse number="7">эсир ют арӑм ывӑлӗсене, чӗре кастарманскерсене, ӳт кастарманскерсене, Манӑн Ҫуртӑмӑн сӑваплӑ пӳлӗмне кӗртетӗр, вара вӗсем Манӑн Ҫуртӑма ирсӗрлеҫҫӗ, Манӑн ҫӑкӑрӑма, ҫӑва, юна тытаҫҫӗ, ҫапла туса тата хӑвӑрӑн тӗрлӗ йӗрӗнчӗк ӗҫӗрпе Манӑн халалӑма аркатса ҫитӗ сире.</verse>
				<verse number="8">Эсир Манӑн сӑваплӑ пӳлӗме хуралламарӑр, Манӑн сӑваплӑ пӳлӗме хӑвӑр вырӑна ҫавсене хурала тӑратрӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Манӑн Ҫуртӑмри сӑваплӑ пӳлӗме нимӗнле ют арӑм ывӑлӗ те, чӗре кастарманскер, ӳт кастарманскер, кӗмелле мар. Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнакан ют арӑм ывӑлӗн те унта кӗме юрамасть.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑн пекех левитсем те хӑйсен айӑпӗшӗн асап курӗҫ: Израиль Манран уйӑрӑлнӑ вӑхӑтра вӗсем Манран пӑрӑнса кайрӗҫ, вӗсем, Мана пӑрахса кайса, хӑйсен йӗрӗхӗсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрерӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑмра Турӑ Ҫурчӗн хапхисене хураллӗҫ тата Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑрӗҫ; вӗсем халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене тата ытти парнесене пусӗҫ, ҫынсене ӗҫлесе тӑма вӗсен умӗнче тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем йӗрӗхсене иленнӗ халӑха ӗҫлесе тӑчӗҫ, Израиль килне йӗркесӗрлӗх енне илӗртрӗҫ, ҫакӑншӑн Эпӗ вӗсем ҫине аллӑма ҫӗклерӗм, ӗнтӗ вӗсене хӑйсен айӑпӗшӗн хаса ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ;</verse>
				<verse number="13">вӗсем Ман патӑма ҫывӑхараймӗҫ, апла Ман умӑмра кӗлӗ тӑваймӗҫ, Манӑн сӑваплӑ япаламсем патне, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пыраймӗҫ, хӑйсен намӑсне, хӑйсем тунӑ йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене хӑйсемех йӑтӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсене Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем тӑвӑп, вӗсем Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче тӑвакан пӗтӗм ӗҫе туса тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Левий йӑхӗнчи священниксем вара, Садок ывӑлӗсем, Израиль ывӑлӗсем Манран уйӑрӑлса кайнӑ вӑхӑтра пӗрмай Манӑн Сӑваплӑ вырӑнӑма сыхларӗҫ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Мана ӗҫлесе тӑмашкӑн, Ман патӑма ҫавсем ҫывӑхарӗҫ, Мана ҫупа юн памашкӑн, ҫавсем Ман умӑмра тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="16">Мана кӗлӗ тума, Манӑн хуралӑма астуса тӑма вӗсем Манӑн Ҫуртӑмри сӑваплӑ пӳлӗме кӗрӗҫ, Манӑн сӗтелӗм патне ҫывӑхарӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Шалти картиш хапхи патне пырсан, вӗсем йӗтӗн тумтир тӑхӑнӗҫ, шалти картиш хапхи патӗнче тата Турӑ Ҫуртӗнче шалта кӗлӗ тунӑ чухне вӗсен ҫийӗнче ҫӑм тумтир пулмалла мар.</verse>
				<verse number="18">Пуҫ ҫыххийӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; аялтан тӑхӑнмалли тумтирӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; пиҫиххине вӗсен ӳте тарлаттармалла ҫыхма юрамасть.</verse>
				<verse number="19">Тулашӗнчи картишне, тулашӗнчи картишне халӑх патне тухмалла пулсан, вӗсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирӗсене таса пӳлӗмсенче хывса хӑвармалла, хӑйсен таса тумтирӗпе халӑха сӗртӗнес мар тесе, вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнса тухмалла.</verse>
				<verse number="20">Вӗсен пуҫне хырма юрамасть, ҫӳҫне те ӳстерсе ямалла мар, ҫӳҫне касса ҫеҫ тӑччӑр.</verse>
				<verse number="21">Шалти картишне кайнӑ чухне пӗр священникӑн та эрех ӗҫме юрамасть.</verse>
				<verse number="22">Вӗсен тӑлӑх арӑма та, упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма та качча илме юрамасть, вӗсем Израиль йӑхӗн хӗрне тата священникӑн тӑлӑх арӑмне ҫеҫ качча илме пултараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсен Манӑн халӑхӑма тасине таса марринчен уйӑрма вӗрентмелле тата вӗсен халӑха мӗн таса, мӗн таса маррине ӑнлантармалла.</verse>
				<verse number="24">Тавлашуллӑ ӗҫе татса панӑ чухне вӗсен сутра пулмалла, тавлашакансене Манӑн йӗркемсем тӑрӑх сут тумалла, вӗсен Манӑн саккунсене, Манӑн мӗнпур уявӑмсен йӗркисене сӑнаса тӑмалла, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса-астуса тӑмалла.</verse>
				<verse number="25">Вӗсен пӗрин те вилнӗ ҫын патне пыма юрамасть, апла вӗсем таса мар пулаҫҫӗ; ашшӗпе амӑшӗшӗн ҫеҫ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн ҫеҫ, пиччӗшӗпе шӑллӗшӗн ҫеҫ, качча кайман аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн ҫеҫ вӗсен таса мар пулма юрать.</verse>
				<verse number="26">Тасалнӑ хыҫҫӑн та ҫав ҫынна тата ҫичӗ кун вӑхӑт памалла.</verse>
				<verse number="27">Сӑваплӑ пӳлӗме кӗлӗ тума, шалти картишне сӑваплӑ пӳлӗм патне кӗмелли кун ҫитсессӗн, унӑн ҫылӑх парни кӳрес пулать, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="28">Еткерлӗх ҫӗр тӗлӗшӗнчен вӗсен еткерлӗх ҫӗрӗ — Эпӗ. Вӗсене Израильре ҫӗр ан парӑр: вӗсенӗн ҫӗрӗ — Эпӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӗсем тырӑ-пулӑ парнинчен, ҫылӑх парнинчен тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парнерен илсе ҫийӗҫ; Израильре тупаласа пани те пӗтӗмпе священниксен пулать.</verse>
				<verse number="30">Сирӗн малтан ӗлкӗрнӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗр, кӑмӑлтан паракан тӗрлӗ парнӗрсем, — вӗсем кирек мӗн пулсассӑн та, — пурте священниксен пулать; хӑвӑр килӗр пиллӗхлӗ пултӑр тесен, малтан авӑртнине те священника парӑр.</verse>
				<verse number="31">Священниксен нимӗнле виле ашне те, тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине те, — кайӑк-и вӑл, выльӑх-и, — ҫиме юрамасть.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="45">
				<verse number="1">Шӑпа ярса пай ҫӗрӗ валеҫнӗ чухне Ҫӳлхуҫа валли парне ҫӗр — сӑваплӑ лаптӑк — уйӑрӑр, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча, сарлакӑшӗ вунӑ пин пултӑр; ҫак вырӑн пӗтӗмпе, йӗри-тавра сӑваплӑ пултӑр.</verse>
				<verse number="2">Ҫак лаптӑкран пур енчен те пилӗкҫӗр шалча чухлӗ тӑваткал ҫӗр Турӑ Ҫурчӗ валли пулать, унӑн тавра аллӑ чике сарлакӑш уҫӑ вырӑн пулмалла.</verse>
				<verse number="3">Ҫак шутран ҫирӗм пилӗк пин шалча тӑршшӗ, вунӑ пин сарлакӑш ҫӗр виҫсе ил, ҫакӑнта Сӑваплӑ вырӑн, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм, вырӑнаҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Ку вӑл — ҫӗршывӑн сӑваплӑ ҫӗрӗ. Вӑл священниксене — Турӑ Ҫуртӗнче кӗлӗ туса тӑракансене, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑмашкӑн Ун патне ҫывӑхаракансене — пулӗ. Вӑл вӗсен ҫурчӗсене лартмалли вырӑн пулӗ, Сӑваплӑ вырӑн та ҫакӑнта пулӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫирӗм пилӗк пин шалча тӑршшӗ, вунӑ пин шалча сарлакӑш ҫӗр Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсен ҫӗрӗ пулӗ, вӗсем ҫавӑнта пурӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Хулана та ҫӗр парӑр, унӑн сарлакӑшӗ пилӗк пин, тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин пултӑр; вӑл Ҫӳлхуҫана уйӑрса панӑ сӑваплӑ вырӑна хирӗҫ пулмалла; ҫак ҫӗр пӗтӗм Израиль килне пулмалла.</verse>
				<verse number="7">Аслӑ пуҫлӑха ку енне те, тепӗр енне те пай парӑр, вӑл Ҫӳлхуҫана уйӑрса панӑ сӑваплӑ ҫӗр ҫумӗнче тата хула ҫӗрӗ ҫумӗнче — анӑҫ енче анӑҫ еннелле, тухӑҫ енче тухӑҫ еннелле — пултӑр, унӑн тӑршшӗ анӑҫ чиккинчен тухӑҫ чиккине ҫитиччен ытти пай ҫӗрсен тӑршшӗпе танлашмалла.</verse>
				<verse number="8">Ку вӑл — унӑн ҫӗрӗ, унӑн Израильри пайӗ, ӗнтӗ малашне Израиль пуҫлӑхӗсем Манӑн халӑхӑма ан хӗсӗрлеччӗр, вӗсем Израиль килне йӑхӑн-йӑхӑн ҫӗр уйӑрса паччӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Израиль пуҫлӑхӗсем, ҫитӗ ӗнтӗ сире! кӳрентерме, пусмӑрлама пӑрахӑр, тӗрӗс сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, Манӑн халӑхӑма хӑй ҫӗрӗнчен хӗстерсе кӑларма чарӑнӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="10">Сирӗн тӗрӗс виҫе, тӗрӗс ефа, тӗрӗс бат пултӑр.</verse>
				<verse number="11">Ефапа бат пӗр виҫеллӗ пулмалла, апла пӗр бата хомерӑн вуннӑмӗш пайӗ, ефана та хомерӑн вуннӑмӗш пайӗ кӗмелле; вӗсен виҫине хомер тӑрӑх шутламалла.</verse>
				<verse number="12">Пӗр сикль ҫирӗм герӑпа танлашать; сирӗн ҫирӗм сикль, ҫирӗм пилӗк сикль тата вунпилӗк сикль вара пӗр мина шутланать.</verse>
				<verse number="13">Аслӑ пуҫлӑха сирӗн акӑ мӗнле хырҫӑ парса тӑмалла: пӗр хомер тулӑран ефан улттӑмӗш пайне, пӗр хомер урпаран ефан улттӑмӗш пайне парас пулать;</verse>
				<verse number="14">йывӑҫ ҫӑвӗ памалли йӗрке: пӗр кор чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗнчен батӑн вуннӑмӗш пайне памалла; вунӑ бат пӗр хомер пулать, мӗншӗн тесен пӗр хомерта вунӑ бат шутланать;</verse>
				<verse number="15">Израилӗн тулӑх кӗтӳлӗхӗнче ҫӳрекен икҫӗр пуҫ сурӑх кӗтӗвӗнчен пӗр сурӑх памалла: ҫакӑ пурте — тырӑ-пулӑ парни валли, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни валли, ку сире тасатма пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫак парнесене ҫӗрӗн пӗтӗм халӑхӗ Израилӗн аслӑ пуҫлӑхне пама тивӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Аслӑ пуҫлӑх вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата тырӑ-пулӑ парни парса тӑма тивӗҫлӗ, уявсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче, шӑматкунсенче, Израиль килӗн пӗтӗм чаплӑ кунӗсенче ҫу юхтарса парне пама тивӗҫлӗ; вӑл Израиль килне тасатмашкӑн ҫылӑх парни, тырӑ-пулӑ парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни пама тивӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: малтанхи уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӑру ил те Турӑ Ҫуртне тасат.</verse>
				<verse number="19">Священник ҫылӑхшӑн кӳмелли парне юнне илтӗр те ӑна Турӑ Ҫурчӗ алӑкӗн янахӗсем ҫине, парне сӗтелӗн тӑватӑ кӗтесне, шалти картиш хапхин янахӗсем ҫине сирпӗттӗр.</verse>
				<verse number="20">Уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче те пӗлсе тата пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисемшӗн ҫапла ту, Турӑ Ҫуртне ҫапла тасатӑр.</verse>
				<verse number="21">Малтанхи уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче, сирӗн Пасха пулать, вӑл ҫичӗ куна тӑсӑлать, ҫавӑн чухне тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр ҫимелле.</verse>
				<verse number="22">Ҫав кун аслӑ пуҫлӑх хӑйшӗн тата пӗтӗм халӑхшӑн ҫылӑх парнине пӑру кӳрет.</verse>
				<verse number="23">Ҫак уяв кунӗсенче, ҫичӗ кун хушши, кашни кун унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнене ҫичӗ пӑру тата айӑпсӑр ҫичӗ сурӑх таки кӳмелле, ҫылӑх парнине унӑн кашни кун качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки кӳмелле.</verse>
				<verse number="24">Тата унӑн тырӑ-пулӑ парни — пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ — кӳмелле.</verse>
				<verse number="25">Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, уявра, унӑн ҫичӗ кун хушши ҫакӑн пек парнех памалла: ҫылӑх парни те ҫавӑн пекех, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парни те ҫавӑн пекех, тырӑ-пулӑ парни те ҫавӑн чухлех, йывӑҫ ҫӑвӗ те ҫавӑн чухлех пулмалла.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="46">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: шалти картиш хапхи, тухӑҫ енне тухакан хапха, ултӑ ӗҫ кунӗ хушши хупӑ пулмалла, шӑматкун вара уҫӑ пулмалла, вӑл ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун та уҫӑ пулмалла.</verse>
				<verse number="2">Аслӑ пуҫлӑх хапхан тулашӗнчи пӑлтӑрӗнчен кӗрет те хапха юпи патне тӑрать; священниксем унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине тата унӑн тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнине кӳрӗҫ; аслӑ пуҫлӑх вара хапха урати патӗнче Турра пуҫҫапӗ те каялла тухӗ, хапха каҫчен уҫӑ тӑрӗ.</verse>
				<verse number="3">Халӑх та Ҫӳлхуҫана шӑматкунсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче хапхаран кӗнӗ ҫӗрте пуҫҫапӗ.</verse>
				<verse number="4">Аслӑ пуҫлӑхӑн Ҫӳлхуҫана шӑматкун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парни айӑпсӑр ултӑ путек тата айӑпсӑр сурӑх таки пулмалла;</verse>
				<verse number="5">тырӑ парни така пуҫне пӗр ефа пулмалла, путек пуҫне вара аслӑ пуҫлӑх мӗн чухлӗ тырӑ парни парать, ҫавӑ пулать, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ памалла.</verse>
				<verse number="6">Ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун аслӑ пуҫлӑхӑн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр пӑру кӳмелле, тата ултӑ путекпе айӑпсӑр сурӑх таки кӳмелле.</verse>
				<verse number="7">Тырӑ-пулӑ парнине вӑл пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, путек пуҫне вара хӑй мӗн чухлӗ парать, ҫавӑн чухлӗ кӳрӗ, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ кӳрӗ.</verse>
				<verse number="8">Пырсассӑн, аслӑ пуҫлӑхӑн хапха пӑлтӑрӗнчен кӗмелле, каялла та ҫавӑнтанах тухмалла.</verse>
				<verse number="9">Уявсенче Ҫӳлхуҫа умне тӑма килнӗ халӑхӑн ҫапла тумалла: ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ ҫын кӑнтӑр хапхинчен тухмалла, кӑнтӑр хапхинчен кӗни ҫурҫӗр хапхинчен тухмалла; унӑн хӑй кӗнӗ хапхаран тухмалла мар, хирӗҫҫи хапхаран тухмалла.</verse>
				<verse number="10">Аслӑ пуҫлӑхӑн вӗсем хушшинче пулмалла; вӗсем кӗнӗ чухне вӑл та кӗрет, вӗсем тухнӑ чухне вӑл та тухать.</verse>
				<verse number="11">Уявсенче тата чаплӑ кунсенче унӑн тырӑ парнине пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, путек пуҫне хӑй мӗн чухлӗ парать, ҫавӑн чухлӗ кӳмелле, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ кӳмелле.</verse>
				<verse number="12">Эхер те аслӑ пуҫлӑх кӑмӑл туса Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е тав парни кӳрес пулсан, ун валли тухӑҫ енне тухакан хапхана уҫмалла, вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине, тав парнине шӑматкун кӳнӗ евӗр кӳрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл каялла тухӗ, вӑл тухнӑ хыҫҫӑн хапхана питӗрмелле.</verse>
				<verse number="13">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене Ҫӳлхуҫана кашни кун пӗр ҫулхи айӑпсӑр путек кӳрсе тӑр, ӑна ирсерен кӳрсе тӑр.</verse>
				<verse number="14">Ҫак парне ҫумне ирсерен тырӑ парни хуш: ефан улттӑмӗш пайне тата ҫӑнӑха ирӗлтерме гинӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗ хуш; Ҫӳлхуҫана тырӑ-пулӑ парни памалли йӗрке ҫакӑн пек, вӑл ӗмӗрлӗхе пымалли йӗрке.</verse>
				<verse number="15">Ирсерен ялан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене путек, тырӑ парни тата ҫу кӳччӗр.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: аслӑ пуҫлӑх хӑй ывӑлӗнчен хӑшне те пулин ҫӗр уйӑрса парас пулсан, ҫакӑ ҫав ывӑлӗн ывӑлӗсен еткерлӗхӗ те пулмалла; ҫак ҫӗр ӗмӗрлӗхе вӗсен еткер ҫӗрӗ пулмалла, тет.</verse>
				<verse number="17">Эхер те вӑл хӑй еткерлӗхӗнчен пӗр-пӗр чурине ҫӗр парсассӑн, ҫак парне чура аллинче ирӗке тухмалли ҫулччен ҫеҫ пулать, кайран ҫӗр каллех аслӑ пуҫлӑх патне таврӑнать. Аслӑ пуҫлӑх еткерлӗхӗ унӑн ывӑлӗсене ҫеҫ куҫмалла.</verse>
				<verse number="18">Аслӑ пуҫлӑх халӑхӑн еткер ҫӗрӗнчен, ҫынсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӗссе кӑларса, касса илме пултараймасть; вӑл хӑйӗн ачисене хӑй ҫӗрӗнчен ҫеҫ уйӑрса пама пултарать, ҫапла вара Ман халӑхӑм хушшинчен никама та хӑй ҫӗрӗнчен хӑваласа ярасси пулмӗ, тет.</verse>
				<verse number="19">Вӑл мана хапха айккинчи ҫулпа священниксен ҫурҫӗрелле пӑхакан таса пӳлӗмӗсем патне илсе тухрӗ, акӑ ҫакӑнта, анӑҫ енче, хӗрринче, пӗр вырӑн.</verse>
				<verse number="20">Мана каларӗ: ҫак вырӑнта священниксен усал ӗҫшӗн кӳнӗ парнене тата ҫылӑх парнине пӗҫермелле, ҫакӑнта тырӑ парнине пӗҫермелле, ҫавна, ӑна халӑх ан сӗртӗнтӗр тесе, тулашӗнчи картишне илсе тухмасӑр пӗҫермелле, терӗ.</verse>
				<verse number="21">Унтан мана тулашӗнчи картишне илсе тухрӗ те картишӗн тӑватӑ кӗтесне те кӑтартса ҫаврӑнчӗ, акӑ картишӗн кашни кӗтесӗнче тата тепӗр картиш.</verse>
				<verse number="22">Картишӗн пур кӗтесӗнче те — витнӗ картиш, унӑн тӑршшӗ хӗрӗх чике, сарлакӑшӗ вӑтӑр, тӑватӑ кӗтесӗнчи те пӗр виҫеллӗ.</verse>
				<verse number="23">Тӑваттӑшӗ тавра та — хӳме, хӳме ҫумӗпе йӗри-тавра вучах туса тухнӑ.</verse>
				<verse number="24">Каларӗ мана: акӑ пӗҫермелли вырӑн, кунта Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем халӑх парнисене пӗҫереҫҫӗ, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="47">
				<verse number="1">Унтан вӑл мана каялла Турӑ Ҫурчӗ патне илсе килчӗ, акӑ Турӑ Ҫурчӗн урати айӗнчен тухӑҫ еннелле шыв юхать: Турӑ Ҫурчӗ тухӑҫ еннелле пӑхатчӗ, шывӗ вара унӑн сылтӑм аякӗ айӗнчен, парне вырӑнӗн кӑнтӑр енӗпе, юхатчӗ.</verse>
				<verse number="2">Мана ҫурҫӗр хапхи витӗр илсе тухрӗ те, тулашӗнчен ҫаврӑнса, тухӑҫалла тухакан шалти хапха патне илсе пычӗ; акӑ шыв сылтӑм енӗпе юхать.</verse>
				<verse number="3">Тухӑҫ еннелле кайнӑ чухне ҫав ар хӑйӗн аллине йӗтӗн кантра тытнӑччӗ, вӑл ҫавӑнпа пин чике виҫрӗ те мана шыв тӑрӑх илсе кайрӗ; шывӗ пакӑлчак таранччӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл тата пин чике виҫрӗ, мана каллех шыв тӑрӑх илсе кайрӗ; шывӗ чӗркуҫҫи таранччӗ. Тата пин чике виҫрӗ, мана малалла илсе кайрӗ; шывӗ пилӗк таранччӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл тата пин чике виҫрӗ, эпӗ ӗнтӗ кунти юхӑм урлӑ утма та пултараймарӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл ытла та тарӑнччӗ, тулличчӗ, кунта ишме ҫеҫ пулать, ку юхӑм шыв урлӑ утса каҫма ҫук.</verse>
				<verse number="6">Каларӗ мана: этем ывӑлӗ, куртӑн-и? терӗ. Унтан мана каялла ҫак юхӑм шыв ҫыранӗ патне илсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="7">Каялла килтӗм те, акӑ юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те темӗн чухлӗ йывӑҫ.</verse>
				<verse number="8">Мана каларӗ: ку шыв ҫӗрӗн тухӑҫ еннелле юхать, айлӑма ҫитет те тинӗсе юхса кӗрет; вара тинӗс шывӗ сывлӑхлӑ пулать.</verse>
				<verse number="9">Кирек мӗнле чӗрӗ чун та, икӗ юхӑм шыв кӗнӗ ҫӗрте шуса ҫӳрекенскер, чӗрӗ пулӗ; пулли те шутсӑр нумай пулӗ, мӗншӗн тесен унта ҫав шыв ҫитӗ те — тинӗсри шыв сывлӑхлӑ пулӗ, ҫак юхӑм ӑҫта кӗрет, ҫавӑнта пурте чӗрӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара унӑн хӗрринче Ен-Гадди патӗнчен пуҫласа Эглаим патне ҫитиччен пулӑҫӑсем тӑрӗҫ, тетелӗсене ывӑтӗҫ. Пулли тӗрлӗрен пулӗ, пысӑк тинӗсри пек вӑл шутсӑр нумай пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Лайӑхланайман шурлӑхӗсемпе кӳлленчӗкӗсене вара тӑвар валли хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те ҫимӗҫ паракан тӗрлӗ йывӑҫ ӳсӗ: вӗсенӗн ҫулҫи шанмӗ, вӗсем вӗҫӗмсӗр ҫимӗҫ кӳрсе тӑрӗҫ; уйӑхсерен ҫӗнӗ ҫимӗҫ ҫитӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем валли шыв Турӑ Ҫурчӗн сӑваплӑ пӳлӗмӗнчен юхать; вӗсенӗн ҫимӗҫӗ ҫиме, ҫулҫи эмеллеме пулӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ ҫӗр валеҫмелли йӗрке, Израилӗн вуникӗ йӑхне сирӗн еткерлӗх ҫӗре ҫапла уйӑрса памалла: Иосифа — икӗ пай.</verse>
				<verse number="14">Пӗри те тепӗри пекех еткерлӗх ҫӗр илтӗр: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе, ӑна сирӗн аҫӑрсене пама тупа тунӑччӗ, ҫапла ҫак ҫӗр сирӗн еткерлӗх пулӗ.</verse>
				<verse number="15">Акӑ ҫӗр чикки: ҫурҫӗр вӗҫӗ, Аслӑ тинӗсрен пуҫланса, Хетлон урлӑ, Цедада каякан ҫулпа,</verse>
				<verse number="16">Емаф, Берот тата Дамаск ҫӗрӗпе Емаф ҫӗрӗ хушшинчи Сивраим патне, унтан Авран чиккинчи Гацар-Тихон патне ҫитет.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла вара чикӗ тинӗсрен Гацар-Енона ҫитет, Дамаск чиккипе каять, унтан ҫурҫӗр енче Емаф ҫӗрне ҫитет; ҫакӑ ҫурҫӗр енӗ пулать.</verse>
				<verse number="18">Тухӑҫ чиккине Авранпа Дамаск хушшипе, Галаадпа Израиль ҫӗрӗ хушшипе, Иордан хӗррипе, ҫурҫӗр чиккинчен тухӑҫ тинӗсне ҫити тӑсӑр; ҫакӑ тухӑҫ енӗ пулать.</verse>
				<verse number="19">Кӑнтӑр чикки кӑнтӑр енчи Тамара патӗнчен Кадис патӗнчи ӳпкевлӗ шыва ҫити тӑсӑлать, юхӑм шывӗ май Аслӑ тинӗсе ҫитет; ҫакӑ кӑнтӑр енчи кӑнтӑр ҫӗрӗ.</verse>
				<verse number="20">Анӑҫ чикки — Аслӑ тинӗс, кӑнтӑр чиккинчен пуҫланса Емафа хирӗҫ выртакан тӗле ҫитет; ку вӑл — анӑҫ енӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫак ҫӗре хӑвӑр валли Израиль йӑхӗсем тӑрӑх еткерлӗхе валеҫӗр.</verse>
				<verse number="22">Ӑна, шӑпа ярса, хӑвӑр валли тата хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан, сирӗн патӑрта ачасем ҫуратнӑ ют ҫӗр ҫыннисем валли уйӑрӑр; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем те ӗлӗкрен пурӑнакансемпе тан пулмалла, вӗсен сирӗнпе пӗрле Израиль йӑхӗсем хушшинче пай ҫӗрӗ илмелле.</verse>
				<verse number="23">Ют ҫын хӑш йӑхра пурӑнать, ӑна ҫавӑнта еткерлӗх ҫӗр парӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="48">
				<verse number="1">Акӑ йӑхсен ячӗсем. Ҫурҫӗр енче, Хетлон патӗнчен Емафа, Гацар-Енона каякан ҫулпа, Дамаскӑн ҫурҫӗр чиккинчен Емаф патне кайсассӑн, ҫак ҫӗр пӗтӗмпе тухӑҫ енчен тинӗсе ҫитиччен Данӑн пӗр пайӗ пулать.</verse>
				<verse number="2">Дан чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Асира пӗр пай пулать.</verse>
				<verse number="3">Асир чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Неффалима пӗр пай пулать.</verse>
				<verse number="4">Неффалим чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Манассияна пӗр пай пулать.</verse>
				<verse number="5">Манассия чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Ефрема пӗр пай пулать.</verse>
				<verse number="6">Ефрем чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Рувима пӗр пай пулать.</verse>
				<verse number="7">Рувим чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Иудӑна пӗр пай пулать.</verse>
				<verse number="8">Иуда чиккипе юнашар вара, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, сӑваплӑ лаптӑк, унӑн сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча, тӑршшӗ, тухӑҫран анӑҫа ҫитиччен, ытти пай ҫӗрӗсен тӑршшӗ пек; ун варринче Турӑ Ҫурчӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Эсир Ҫӳлхуҫана парас ҫӗрӗн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча пулмалла.</verse>
				<verse number="10">Ҫак сӑваплӑ ҫӗр священниксене пулмалла, ҫурҫӗрелле ҫирӗм пилӗк пин, тинӗс енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, тухӑҫ енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, кӑнтӑр енчи тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, ун варринче вара Турӑ Ҫурчӗ пулать.</verse>
				<verse number="11">Ҫакна Садок ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксене парӑр, вӗсем Манӑн хуралӑмра тӑчӗҫ, вӗсем Израиль ывӑлӗсем Мана пӑрахнӑ вӑхӑтра, ытти левитсем пӑрӑнса кайнӑ пек, Манран пӑрӑнмарӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсене сӑваплӑ лаптӑкран ҫак ҫӗр, сӑваплӑран та сӑваплӑскер, левитсен чиккипе юнашарскер, тивӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫакӑн пекех левитсем те священниксен ҫӗрӗпе юнашар ҫӗр илӗҫ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча пулӗ; пӗтӗмӗш тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча.</verse>
				<verse number="14">Ҫак пайран вӗсем сутма та, улӑштарма та пултараймаҫҫӗ; ҫак ҫерем ҫӗр тепӗрисен аллине те куҫма пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн ку — Туррӑн сӑваплӑ япали.</verse>
				<verse number="15">Ытти ҫӗрӗ, сарлакӑшӗ пилӗк пин, тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин чухлӗскер, хулана — тӗрлӗрен усӑ курма, ҫуртсем лартма, хула ҫумӗ валли — тивет; хули варринче пулать.</verse>
				<verse number="16">Акӑ унӑн виҫи: ҫурҫӗр енӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, кӑнтӑр енӗ те тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, тухӑҫ енӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, анӑҫ енӗ те тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр шалча.</verse>
				<verse number="17">Хула ҫумӗ ҫурҫӗрелле икҫӗр аллӑ, тухӑҫ еннелле те икҫӗр аллӑ, кӑнтӑралла та икҫӗр аллӑ, анӑҫалла та икҫӗр аллӑ шалча.</verse>
				<verse number="18">Сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртакан ҫӗртен тухӑҫ еннелле вунӑ пин, анӑҫ еннелле вунӑ пин юлать, ҫак ҫӗрӗн, сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртаканскерӗн, ҫимӗҫӗ хулара ӗҫлекенсене апат-ҫимӗҫ валли пулмалла.</verse>
				<verse number="19">Хулара вара Израилӗн мӗнпур йӑхӗн ҫыннисем ӗҫлеме пултараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Пӗтӗм уйӑрнӑ лаптӑк тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ те ҫирӗм пилӗк пин, вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ. Унта сӑваплӑ лаптӑк тата хула ҫӗрӗ пулмалла.</verse>
				<verse number="21">Ытти вара — аслӑ пуҫлӑх валли. Ӑна сӑваплӑ лаптӑкпа тата хула ҫӗрӗпе юнашар, вӗсен икӗ айккинче, пай памалла, ҫав ҫӗр тухӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча, анӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, вӑл йӑхсен ҫӗрӗ ҫумӗпе тӑсӑлмалла, ҫапла вара сӑваплӑ лаптӑкпа Турӑ Ҫурчӗ аслӑ пуҫлӑх ҫӗрӗн варринче пулать.</verse>
				<verse number="22">Левитсен ҫӗрӗпе хула ҫӗрӗ хушшинчи те каллех аслӑ пуҫлӑх валли пулмалла; Иуда чиккипе Вениамин чикки хушшинчи хутлӑх та аслӑ пуҫлӑх валли пулмалла.</verse>
				<verse number="23">Ытти йӑхсене ҫапла уйӑрса памалла: тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен — Вениамина пӗр пай.</verse>
				<verse number="24">Вениамин чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Симеона пӗр пай.</verse>
				<verse number="25">Симеон чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Иссахара пӗр пай.</verse>
				<verse number="26">Иссахар чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Завулона пӗр пай.</verse>
				<verse number="27">Завулон чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Гада пӗр пай.</verse>
				<verse number="28">Гад чиккипе юнашар кӑнтӑр енче кӑнтӑр чикки Тамара патӗнчен пуҫланса Кадис патӗнчи ӳпкевлӗ шыва ҫити тӑсӑлать, унтан юхӑм шыв хӗррипе Аслӑ тинӗсе ҫитет.</verse>
				<verse number="29">Ҫак ҫӗр — эсир шӑпа ярса Израиль йӑхӗсене валеҫсе памалли ҫӗр, ҫакӑ вӗсен пайӗсем, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="30">Акӑ хула хапхисем: ҫурҫӗр енчен пуҫласа кӑтартсассӑн (ку ен тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике тӑршшӗ тӑсӑлать), ҫапла пулать:</verse>
				<verse number="31">хула хапхисене Израиль йӑхӗсен ячӗсене панӑ; ҫурҫӗр енче виҫӗ хапха: пӗри — Рувим хапхи, пӗри — Иуда хапхи, пӗри — Левий хапхи.</verse>
				<verse number="32">Тухӑҫ енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Иосиф хапхи, пӗри — Вениамин хапхи, пӗри — Дан хапхи;</verse>
				<verse number="33">кӑнтӑр енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Симеон хапхи, пӗри — Иссахар хапхи, пӗри — Завулон хапхи.</verse>
				<verse number="34">Тинӗс енче те (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Гад хапхи, пӗри — Асир хапхи, пӗри — Неффалим хапхи.</verse>
				<verse number="35">Пӗтӗмӗшпе йӗри-тавра вунсакӑр пин чике. Ҫак кунран пуҫласа хула ячӗ «Ҫӳлхуҫа ҫавӑнта» пулӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="27">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иудея патши Иоаким виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Навуходоносор — Вавилон патши — Иерусалим патне килнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Иудея патшине Иоакима тата Турӑ Ҫуртӗнчи савӑтсен пӗр пайне Навуходоносор аллине панӑ; вӑл вара ҫав савӑтсене Сеннаар ҫӗрне, хӑй туррийӗн ҫуртне, ӑсатнӑ, хӑй туррийӗн мул управӑшне хывнӑ.</verse>
				<verse number="3">Патша хайрансен пуҫлӑхне Асфеназа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен — патша йӑхӗнчен, аслӑ улпутсен йӑхӗнчен — тухнӑ ҫамрӑк ачасене, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр кӑлтӑксӑр, хитре сӑн-питлӗ, кирек мӗне те вӗренме пултаруллӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ та тавҫӑруллӑ, патша керменӗнче ӗҫлесе тӑма юрӑхлӑ ачасене тупса килме, вӗсене халдей ҫырулӑхӗпе чӗлхине вӗрентме каланӑ.</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5">Патша вӗсене кулленех хӑйӗн сӗтелӗ ҫинчи апат-ҫимӗҫпе тӑрантарма, хӑй ӗҫекен эрехе ӗҫтерме хушнӑ, вӗсене виҫӗ ҫул вӗрентме-ӑс пама каланӑ; унтан вара вӗсен патша умне тӑмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавсем хушшинче Иуда йӑхӗнчи Даниил, Анания, Мисаил тата Азария пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Хайрансен пуҫлӑхӗ вӗсене урӑхла ят панӑ: Даниила — Валтасар, Ананияна — Седрах, Мисаила — Мисах, Азарияна — Авденаго тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Даниил вара патша сӗтелӗ ҫинчи ҫимӗҫе тата патша ӗҫекен эрехе астивсе ирсӗрленес темен, ҫавӑнпа хайрансен пуҫлӑхӗнчен хӑйне ирсӗрлесрен хӑтарма ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ тивлечӗпе Даниил хайрансен пуҫлӑхӗнчен пархатар та юп курнӑ;</verse>
				<verse number="10">хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила ҫапла каланӑ: эпӗ хуҫамран, патшаран, хӑратӑп, сире мӗнле ӗҫме-ҫиме памаллине вӑл хӑй палӑртрӗ; эсир ӑна ытти тантӑшӑрсенчен ырханрах курӑнсассӑн, манӑн пуҫӑма патша умӗнче айӑпа кӗртетӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="12">эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр;</verse>
				<verse number="13">кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Амелсар ӳкӗте кӗнӗ те вӗсене вунӑ кун сӑнанӑ.</verse>
				<verse number="15">Вунӑ кун иртсессӗн вӗсен сӑн-пичӗ патша апатне ҫисе пурӑннӑ ачасенчен хитререх курӑннӑ, ӳт-пӗвӗ те вӗсен кӗрӗрех пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Амелсар вӗсене памалли апат-ҫимӗҫпе эрехе каялла ярса вӗсене пахчаҫимӗҫ ҫеҫ парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Турӑ ҫакӑ тӑватӑ яш ачана кирек мӗнле кӗнекене те, кирек мӗнле ӑслӑлӑха та ӑнланма пӗлӳпе ӑс-хакӑл пултарулӑхӗ панӑ, Даниила тата кирек мӗнле курӑнӑва та, кирек мӗнле тӗлӗке те ӑнкармалӑх ӑстӑн панӑ.</verse>
				<verse number="18">Патша палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн, хайрансен пуҫлӑхӗ яш ачасене Навуходоносора кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="19">Патша вӗсемпе калаҫса пӑхнӑ, яш ачасен йышӗнче Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна ҫитекенни урӑх тупӑнман, вӗсем вара патшана ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Патша кирек мӗнле ӑслӑлӑх пирки ыйтсассӑн та, вӗсем пӗтӗм патшалӑхри мӗнпур пӗлӗмҫӗсенчен, асамҫӑсенчен вунӑ хут ӑслӑраххӑн курӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Даниил унта Кир пӗрремӗш ҫул патшара лариччен пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Навуходоносор иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне тӗлӗк тӗлленнӗ; вӑл шуйханса ӳкнӗ, унӑн ыйхи вӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="2">Патша пӗлӗмҫӗсене, асамҫӑсене, вӗрӳҫӗсене тата халдейсен ӑрӑмҫисене хӑйӗн тӗлӗкне ӑнлантарса пама чӗнтернӗ. Лешӗсем килнӗ те патша умне тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Патша каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм та, ӑшӑм вӑркать, ҫав тӗлӗке пӗлессӗм килет, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Халдейсем патшана арамейла каланӑ: патшамӑр! ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн! тӗлӗкне чурусене каласа парччӗ, эпир вара ун пӗлтерӗшне ӑнлантарӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Патша халдейсене ҫапла хуравланӑ: калас сӑмахӑм манӑҫрӗ; эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ, сирӗн ҫурт-йӗре аркатса тӑкӗҫ;</verse>
				<verse number="6">тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне каласа парсассӑн, сире манран тӗрлӗ парне те чыс-хисеп пулать; эппин, тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне калӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем ӗнтӗ иккӗмӗш хут хуравласа ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурисене ҫав тӗлӗке калинччӗ, эпир унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Патша хуравласа каланӑ: пӗлетӗп эпӗ — тӗлӗкӗме аса илейменнине кура эсир вӑхӑта ҫеҫ тӑсасшӑн.</verse>
				<verse number="9">Эсир мана тӗлӗкӗм пӗлтерӗшне калаймастӑр иккен, апла эсир мана суйса-улталаса вӑхӑт ирттерме каварлашса хунӑ; ҫапла ӗнтӗ, тӗлӗкӗме каласа парӑр, вара эсир унӑн тупсӑмне те ӑнлантарса параясса ӗненӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Халдейсем патшана ҫапла хуравласа каланӑ: ку ӗҫӗн уҫҫи-хуппине патшана калаян ҫын ҫӗр ҫинче ҫук; ҫавӑнпа нимӗнле аслӑ, хӑватлӑ патша та пӗр пӗлӗмҫӗрен те, асамҫӑран та, халдейсен ӑрӑмҫинчен те кунашкаллине ыйтман.</verse>
				<verse number="11">Патша тума ыйтакан ӗҫ ҫав тери йывӑр, унӑн уҫҫи-хуппине патшана турӑсемсӗр пуҫне никам та калаяс ҫук, вӗсем вара ҫын хушшинче пурӑнмаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакна илтсессӗн патша тарӑхса-урса кайнӑ та Вавилон ӑсчахӗсене пурне те тӗп тума хушнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ӑсчахсене вӗлерме хушу тухсассӑн, Даниилпа унӑн юлташӗсене те шыранӑ, вӗсене те пӗтересшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Даниил вара Вавилон ӑсчахӗсене вӗлерме янӑ Ариоха — патша сыхлавҫисен пуҫлӑхне — канаш тата ӑс парас тесе унпа калаҫу пуҫарнӑ;</verse>
				<verse number="15">патшанӑн сумлӑ ҫыннинчен Ариохран ҫапла ыйтнӑ: патша мӗншӗн кун пекех хаяр хушу кӑларчӗ? тенӗ. Вара Ариох Даниила пӗтӗм ӗҫ-пуҫа каласа панӑ.</verse>
				<verse number="16">Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма пулса вӑхӑт ыйтса илнӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл килне таврӑннӑ та ӗҫ-пуҫа хӑйӗн юлташӗсене Ананияна, Мисаила тата Азарияна каласа панӑ:</verse>
				<verse number="18">вӗсем Тӳпери Турра хута кӗме, ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса пама тархаслаччӑр — Даниилпа унӑн юлташӗсем Вавилонӑн ытти ӑсчахӗсемпе пӗрле пӗтмӗҫинччӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара Даниила ҫӗрлехи курӑнура вӑрттӑнлӑх уҫӑлнӑ. Даниил ӗнтӗ Тӳпери Турра мухтавланӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр! Мӗншӗн тесен Унра — ӑслӑлӑхпа хӑват;</verse>
				<verse number="21">Вӑл вӑхӑта, ӗмӗре улӑштарать, патшана сирпӗтет, патшана лартать; ӑслисене ӑс, тӑнлине тӑн парать;</verse>
				<verse number="22">Вӑл тарӑнлӑха та вӑрттӑнлӑха уҫать, сӗмлӗхрине пӗлсе тӑрать, Унпа пӗрле ҫутӑ пурӑнать.</verse>
				<verse number="23">Сана, аттемӗрсен Туррине, аслӑласа мухтатӑп: Эсӗ мана ӑслӑхпа хӑват халалларӑн, эпир Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине Эсӗ мана уҫса патӑн: патша мӗн ҫинчен ыйтнине пире уҫса патӑн.</verse>
				<verse number="24">Ҫакӑн хыҫҫӑн Даниил Вавилон ӑсчахӗсене пӗтерме патшаран хушу илнӗ Ариох патне кайнӑ, ун патне кӗнӗ те каланӑ: Вавилон ӑсчахӗсене ан вӗлер; патша патне ертсе кай мана, эпӗ тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне уҫса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ариох вара Даниила тӳрех патша патне ертсе кӗнӗ те каланӑ: эпӗ Иудейӑран тыткӑна илнисен хушшинче патша тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне уҫса пама пултаракана тупрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Патша Даниила, Валтасар тесе ят хунӑскере, каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке тата унӑн пӗлтерӗшне эсӗ мана каласа параятӑн-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Даниил патшана ҫапла хуравласа каланӑ: патша ыйтакан вӑрттӑнлӑха ӑсчах та, пӗлӗмҫӗ те, вӗрӳҫӗ те, юмӑҫ та патшана уҫса параймӗ.</verse>
				<verse number="28">Анчах тӳпере вӑрттӑнлӑха уҫан Турӑ пур, юлашки кунсенче мӗн пулассине Навуходоносор патшана Вӑл уҫса пачӗ. Эсӗ хӑвӑн вырӑну ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тӗлӗкӳнте ҫакна тӗлленнӗ:</verse>
				<verse number="29">патшам, эсӗ: ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулӗ-ши? тесе шутласа выртнӑ — Вӑрттӑнлӑха Уҫаканӗ вара мӗн пулассине кӑтартнӑ сана.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ ҫут тӗнчере пуринчен те ӑслӑрах пулнӑран мар, патшана ӑнлантарса пама уҫӑлчӗ ку вӑрттӑнлӑх мана — эсӗ хӑвӑн чӗрӳне мӗн пӑлхатнине пӗлӗн.</verse>
				<verse number="31">Эсӗ, патшамӑм, акӑ мӗн тӗлленнӗ: санӑн умӑнта темӗнле пысӑк кӗлетке, кӗрӗс-мерӗс кӗлетке пулнӑ, вӑл ялтӑр ҫуталса тӑнӑ, унӑн сӑнӗ чуна ҫӳҫентернӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫавӑ кӗлеткен пуҫӗ таса ылтӑн пулнӑ, кӑкӑрӗпе аллисем — кӗмӗл, хырӑмӗпе пӗҫҫисем — пӑхӑр,</verse>
				<verse number="33">ура тунийӗсем — тимӗр, ура лапписен пӗр пайӗ — тимӗр, тепӗр пайӗ — тӑм.</verse>
				<verse number="34">Кайран эсӗ акӑ мӗскер курнӑ: алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннӑ та ҫав кӗлеткене пырса ҫапнӑ, унӑн тимӗрпе тӑмран тунӑ урисем ҫине ӳкнӗ те вӗсене аркатса тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="35">Вара пӗтӗмпе харӑсах саланса кайнӑ: тимӗрӗ, тӑмӗ, пӑхӑрӗ, кӗмӗлӗ те ылтӑнӗ ҫуллахи йӗтем ҫинчи хывӑх пек пулса тӑнӑ, вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайнӑ, йӗрӗ те юлман; кӗлеткене аркатнӑ чул вара аслӑ ту пулса пӗтӗм ҫӗре хупланӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫавнашкал тӗлӗк! Халӗ патша умӗнче унӑн пӗлтерӗшне каласа парӑпӑр.</verse>
				<verse number="37">Патша, эсӗ — патшасен патшийӗ; Тӳпери Турӑ сана патшалӑх, ирӗк, хӑват та чап панӑ;</verse>
				<verse number="38">Вӑл кирек ӑҫта пурӑнакан этем ывӑлӗсене, ҫӗр ҫинчи чӗрчунсемпе тӳпери вӗҫен кайӑксене сан аллуна панӑ, пурне те сана пӑхӑнтарнӑ. Ылтӑн пуҫ — эсӗ вӑл!</verse>
				<verse number="39">Сан хыҫҫӑн урӑх патшалӑх ҫӗкленӗ, санӑнне ҫитеймӗ; унтан виҫҫӗмӗшӗ — пӑхӑр патшалӑх — пӗтӗм ҫӗр ҫинче хуҫа пулса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="40">Тӑваттӑмӗш патшалӑхӗ вара тимӗр пек ҫирӗп пулӗ: тимӗр пурне те ватса ҫӗмӗрнӗ пек, тӗпретнӗ пек, вӑл та, тӗппипе аркатакан тимӗр евӗр, аркатӗ те тӗпретӗ.</verse>
				<verse number="41">Эсӗ тата пӗр пайне чӳлмек тӑмӗнчен, тепӗр пайне тимӗртен тунӑ урасемпе ура пӳрнисене курнӑ, — апла ҫав патшалӑх пайланса каять; унӑн кӑштах тимӗр ҫирӗплӗхӗ те пулӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ чӳлмек тӑмӗпе хутӑшнӑ тимӗре курнӑ.</verse>
				<verse number="42">Ура пӳрнисен пӗр пайӗ тимӗр, тепӗр пайӗ тӑм пулнӑ пекех, ҫав патшалӑх та тӗллӗн ҫирӗп, тӗллӗн хавшак пулӗ.</verse>
				<verse number="43">Эсӗ чӳлмек тӑмӗпе хутӑшнӑ тимӗре курнӑ — апла пӗри тепӗринпе этем вӑрлӑхӗ урлӑ хутӑшӗ, анчах тимӗре тӑмпа пӗрле шӑратса хутӑштараймастӑн, ҫавӑн пек вӗсем те пӗр пӗтӗмлӗх пулаймӗҫ.</verse>
				<verse number="44">Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ,</verse>
				<verse number="45">ҫавӑнпа алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннине, вӑл тимӗре, пӑхӑра, тӑма, кӗмӗле те ылтӑна ватнине курнӑ та эсӗ. Аслӑ Турӑ малашне мӗн пулассине патшана ҫапла пӗлтернӗ. Ҫак тӗлӗк чӑн, ӑна ӑнлантарни те тӗрӗс! тенӗ Даниил.</verse>
				<verse number="46">Ҫавӑн чухне вара Навуходоносор патша ӳпне ӳксе Даниила пуҫҫапнӑ, ӑна парне парса тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе чыслама хушнӑ.</verse>
				<verse number="47">Патша Даниила ҫапла каланӑ: эсӗ ҫак вӑрттӑнлӑха уҫма пултартӑн пулсассӑн, сирӗн Туррӑр чӑннипех — турӑсен Туррийӗ, патшасен вӑрттӑнлӑха уҫакан Патшийӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫавӑн хыҫҫӑн патша Даниила асла кӑларнӑ, ӑна темӗн чухлӗ сумлӑ парне панӑ, ӑна пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗн хуҫи тата мӗнпур Вавилон ӑсчахӗсен пуҫлӑхӗ туса хунӑ.</verse>
				<verse number="49">Даниил ыйтнипе патша Вавилон ҫӗршывӗнчи ӗҫсене тытса пыма Седраха, Мисаха тата Авденагона лартнӑ, Даниил вара патша килӗнчех юлнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Навуходоносор патша ылтӑн кӗлетке тутарнӑ: унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ултӑ чике пулнӑ; ӑна вӑл Вавилон ҫӗрне, Дура? айлӑмне, лартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вара Навуходоносор патша, хӑй лартнӑ кӗлетке-йӗрӗхе чаплӑн уҫнӑ ҫӗре пуҫтарӑнччӑр тесе, сатрапсене, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсене, хула пуҫлӑхӗсене, канашҫӑсене, ҫарпуҫсене, аслӑ тӳресене, хысна управҫисене, саккун йӗркине тытса пыракансене, сут ӗҫӗн ҫыннисене, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шарине чӗнме ҫын янӑ.</verse>
				<verse number="3">Вара Навуходоносор патша лартнӑ йӗрӗхе пуҫҫапса чаплӑн уҫмашкӑн сатрапсем, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсем, хула пуҫлӑхӗсем, ҫарпуҫсем, аслӑ тӳресем, хысна управҫисем, саккун йӗркине тытса пыракансем, сут ӗҫӗн ҫыннисем, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шари пурте пуҫтарӑннӑ, Навуходоносор туса лартнӑ йӗрӗх умне пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑн чухне кӑшкӑрса пӗлтерекенӗ хыттӑн каланӑ: халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем, сире пӗлтереҫҫӗ:</verse>
				<verse number="5">трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнине илтсенех, ҫӗре ӳксе, Навуходоносор лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапӑр.</verse>
				<verse number="6">Кам та кам ӳксе пуҫҫапмасть, ӑна тӳрех ҫунакан кӑмакана тытса пӑрахӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа та трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай сасси янӑраса кайсассӑнах, пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем Навуходоносор патша лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="8">Шӑпах ҫав вӑхӑтра хӑш-пӗр халдейсем пынӑ та иудейсем ҫинчен элек панӑ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем Навуходоносор патшана ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!</verse>
				<verse number="10">Патша, эсӗ кирек епле ҫынна та трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнине илтсенех ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапма хушнӑ;</verse>
				<verse number="11">кам та кам ӳксе пуҫҫапмасть, ӑна ҫунакан кӑмакана пӑрахмалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Кунта эсӗ Вавилон ҫӗршывӗнчи ӗҫсене тӗрӗслесе тӑма лартнӑ Иудея арӗсем пур: Седрах, Мисах тата Авденаго; ҫавӑ арсем, патша, эсӗ хушнине итлемеҫҫӗ, санӑн туррусене ӗҫлесе тӑмаҫҫӗ, эсӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Навуходоносор, тарӑхса та урса кайнӑскер, Седраха, Мисаха тата Авденагона илсе килме хушнӑ; вара ҫавӑ арсене патша патне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="14">Навуходоносор каланӑ вӗсене: Седрах, Мисах тата Авденаго, эсир манӑн туррӑмсемшӗн ӗҫлеместӗр, эпӗ лартнӑ кӗлеткене пуҫҫапмастӑр тени тӗрӗсех-и?</verse>
				<verse number="15">Эппин, ҫапла: е эсир трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнӑ-кайманах эпӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене ӳксе пуҫҫапма хатӗр тӑратӑр, е сире, пуҫҫапмасассӑн, халех ҫунакан кӑмакана ывӑтӗҫ; сире ун чухне манӑн алӑран мӗнле турӑ ҫӑлса хӑварӗ?</verse>
				<verse number="16">Седрах, Мисах тата Авденаго вара Навуходоносор патшана ҫапла хуравласа каланӑ: кун пирки пирӗн сана сӑмах тавӑрса калама кирлех те мар.</verse>
				<verse number="17">Эпир пуҫҫапса пурӑнакан Туррӑмӑр хӑватлӑ — пире ҫунса тӑракан кӑмакаран та ҫӑлса хӑварма пултарать, патша, санӑн аллунтан та хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="18">Ун пек пулмасассӑн та, патша, пӗлнӗ пул: эпир санӑн туррусемшӗн ӗҫлемӗпӗр, эсӗ лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапмӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Навуходоносор ӗнтӗ тилӗрсех кайнӑ, Седрах ҫине, Мисахпа Авденаго ҫине хаяррӑн пӑхса илнӗ те кӑмакана унчченхинчен ҫичӗ хут хӗрӳрех хутма хушнӑ;</verse>
				<verse number="20">хӑй ҫарӗнчи чи вӑйлӑ арсене вӑл Седраха, Мисаха тата Авденагона ҫыхса пӑрахма, унтан вут-ҫулӑмпах хӗрсе ҫунакан кӑмакана ывӑтма хушнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вара вӗсене мӗнле пур ҫаплипех — аялти-ҫиелти тумӗпех, пуҫ ҫыххине ҫыхнипех, ытти тумӗпех — ҫыхнӑ та хутса хӗртнӗ кӑмакана пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="22">Патша хытӑ хистенӗрен кӑмакана шутсӑр вӑйлӑ хӗртсе янӑ, ӗнтӗ Седраха, Мисаха тата Авденагона тытса пӑрахакансене ҫав вут-ҫулӑм ӗнтсе ярса вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑ виҫӗ ар — Седрах, Мисах тата Авденаго, ҫыхса пӑрахнӑскерсем, — кӗрлесех ҫунакан кӑмакана кӗрсе ӳкнӗ. [</verse>
				<verse number="24">Вӗсем вут-ҫулӑм ӑшӗнче Турра мухтаса, Ҫӳлхуҫана аслӑласа утса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="25">Азария вара чарӑнса тӑрса кӗлтунӑ та, вут-ҫулӑм варринчех ҫӑварне уҫса, кӑшкӑрса каланӑ.</verse>
				<verse number="26">«Эй Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ мухтавлӑ, Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та чаплӑ.</verse>
				<verse number="27">Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен мӗн туни — пӗтӗмпех тӗрӗс, Санӑн пур ӗҫӳ те — чӑнлӑх, Санӑн ҫулу-йӗрӳ — тӳрӗ, Эсӗ пурне те тӗрӗс сут тӑватӑн.</verse>
				<verse number="28">Эсӗ пире, аттемӗрсен сӑваплӑ хулине Иерусалима пур тӗлӗшпе те тӗрӗс айӑпларӑн: хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпир мӗне тивӗҫнине Эсӗ пире тӗрӗссипе тавӑрса патӑн;</verse>
				<verse number="29">эпир, Санран уйӑрӑлса, ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем турӑмӑр, пур тӗлӗшпе те айӑплӑ пултӑмӑр.</verse>
				<verse number="30">Санӑн ӳкӗтӳсене итлемерӗмӗр, вӗсене уямарӑмӑр; Эсӗ пирех ырӑлӑх кӳресшӗн мӗнле пурӑнма хушнӑ пек пурӑнмарӑмӑр.</verse>
				<verse number="31">Эсӗ пирӗн ҫине мӗн-мӗн яни, Эсӗ пире мӗн-мӗн кӑтартни — тӗрӗс сут туса айӑплани.</verse>
				<verse number="32">Пире ӗнтӗ усал тӑшмансен аллине, Турӑран хӑпнӑ, чи курайми ҫынсен аллине, ҫӗр ҫинчи чи усал та тӗрӗс сут мӗнне пӗлмен патша аллине ӳкертӗн.</verse>
				<verse number="33">Халӗ эпир ҫӑвар та уҫаймастпӑр; Санӑн чурусемшӗн, Сана хисеплекенсемшӗн эпир — намӑс кӑтартакансем, мӑшкӑл куракансем.</verse>
				<verse number="34">Анчах Ху ятушӑн пире ӗмӗрлӗхех тӑшман аллине ан парсамччӗ, Хӑвӑн халална ан пӑрахсамччӗ.</verse>
				<verse number="35">Хӑв юратнӑ Авраам ячӗшӗн, Хӑвӑн Исаак чуру ячӗшӗн, Хӑвӑн сӑваплӑ Израилӳ ячӗшӗн Хӑвӑн ырӑлӑхна пирӗн ҫинчен ан сирсемччӗ;</verse>
				<verse number="36">Эсӗ вӗсене каланӑ: сирӗн йӑхӑра тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн эпир пур халӑхсенчен те кӗҫӗне юлтӑмӑр, пире пӗтӗм ҫӗр ҫинче хур турӗҫ,</verse>
				<verse number="38">халӗ ӗнтӗ пирӗн аслӑ пуҫлӑх та, пророк та, ҫулпуҫ та ҫук, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне парасси те, ытти парнесем кӳресси те, фимиампа тӗтӗресси те ҫук, Санран ырӑлӑх курасшӑн Сана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ те ҫук.</verse>
				<verse number="39">Пире, хуйхӑллӑ чӗреллисене, йӑваш кӑмӑллисене, хапӑл тусамччӗ.</verse>
				<verse number="40">Халӗ Сан умӑнта пирӗн парне — такасене, вӑкӑрсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ пек, самӑр путексене пиншерӗн кӳнӗ пек — кӑмӑллӑ пулинччӗ: Сана шанакансем намӑс курмӗҫинччӗ.</verse>
				<verse number="41">Халӗ эпир пӗтӗм чун-чӗрепе Сан хыҫҫӑн пыратпӑр, Санран хӑратпӑр, Санӑн сӑнна шыратпӑр.</verse>
				<verse number="42">Намӑса ан хӑварсам пире, мӗн кӑтартассине Хӑвӑн хӗрхенӳллӗ кӑмӑлупа, нумай ырӑлӑхупа кӑтартсам пире,</verse>
				<verse number="43">эй Ҫӳлхуҫа, кӗтретӳсен хӑвачӗпе хӑтарсам пире, Хӑвӑн ятна мухтава кӑларсам;</verse>
				<verse number="44">Санӑн чурусене усал тӑвакансем пурте намӑса юлччӑр, хӑйсем питӗ хӑватлӑ чухнех намӑса юлччӑр, вӗсен вӑй-хӑвачӗ аркантӑр,</verse>
				<verse number="45">пӗр Эсӗ ҫеҫ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, Эсӗ пӗтӗм тӗнчипе мухтавлӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр» тенӗ Азария.</verse>
				<verse number="46">Вӗсене тытса пӑрахнӑ патша тарҫисем ҫав хушӑра кӑмакана хӗртсех тӑнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр нефть, сӑмала, сӳс тата ҫапӑ ҫунтарнӑ;</verse>
				<verse number="47">ӗнтӗ кӑмака ҫийӗн хӗрӗх тӑхӑр чике ҫӳллӗш ҫулӑм ҫӗкленсе хӑпарнӑ,</verse>
				<verse number="48">ҫулӑм тата палка-палка тухнӑ, кӑмака ҫывӑхӗнче пулнӑ халдейсене ӗнтсе, ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="49">Азария патне, унпа пӗрле пулнисем патне вара кӑмакана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аннӑ,</verse>
				<verse number="50">вӑл вут-ҫулӑма кӑмакаран кӑларса янӑ, кӑмака варринче вӗрсе тӑракан евӗрлӗ нӳрлӗ ҫил тунӑ, вара вут-ҫулӑм вӗсене пачах та сӗртӗнмен, нимӗнле сиен те кӳмен, вӗсене шиклентермен те.</verse>
				<verse number="51">Вара ҫак ҫынсем виҫҫӗшӗ те, пӗр ҫын пек пулса, кӑмакара юрласа янӑ, Турра мухтанӑ та аслӑланӑ.</verse>
				<verse number="52">«Эй Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, ӗмӗр аслӑ, Санӑн яту чаплӑ та сӑваплӑ, ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑласа, мухтаса тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="53">Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ мухтавлӑхун Ҫуртӗнче мухтавлӑ, унта Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="54">Эсӗ тӗпсӗр вырӑнсене куратӑн, Херувимсем ҫинче ларса ҫӳретӗн, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="55">Эсӗ Хӑв патшалӑхун аслӑ пуканӗ ҫинче мухтавлӑ ларатӑн, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="56">Эсӗ тӳпере те мухтавлӑ, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="57">Ҫӳлхуҫанӑн пур ӗҫне те мухтӑр, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="58">Ҫӳлхуҫа Ангелӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="59">Пӗлӗтсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="60">Пӗлӗтсенчен те ҫӳлти шывсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="61">Ҫӳлхуҫанӑн хӑвачӗсем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="62">Хӗвел те, уйӑх та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="63">Тӳпери ҫӑлтӑрсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="64">Кирек хӑш ҫумӑр та, сывлӑм та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="65">Ҫилсем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="66">Вут та, кӑвар та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="67">Сивви те, шӑрӑххи те, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="68">Сывлӑм та, ӳкнӗ тӑм та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="69">Кун та, каҫ та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="70">Ҫутӑ та, тӗттӗм те, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="71">Пӑр та, шартлама сивӗ те, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="72">Пас та, юр та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="73">Ҫиҫӗм те, пӗлӗт те, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="74">Ҫӳлхуҫана ҫӗр те мухтаса юрлатӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑтӑр.</verse>
				<verse number="75">Тусемпе сӑртсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="76">Ҫӗр ҫинчи ӳсентӑрансем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="77">Ҫӑлкуҫсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="78">Тинӗссемпе юханшывсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="79">Китсем, шывра мӗн ишсе ҫӳрекенни пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="80">Тӳпери вӗҫен кайӑксем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="81">Тискер кайӑксем, мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="82">Этем ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="83">Израиль, Ҫӳлхуҫана мухта, юрла, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑла.</verse>
				<verse number="84">Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="85">Ҫӳлхуҫа чурисем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="86">Сывлӑшсем, сӑваплӑ ҫынсен чунӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="87">Тӳрӗ пурӑнакансем, йӑваш кӑмӑллисем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.</verse>
				<verse number="88">Эй Анания, Азария тата Мисаил, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр; Вӑл пире тамӑкран туртса кӑларчӗ, вилӗм аллинчен ҫӑлчӗ, кӑмака варринче ҫунакан ҫулӑмран хӑтарчӗ, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен хӑтарчӗ.</verse>
				<verse number="89">Ҫӳлхуҫана мухтӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.</verse>
				<verse number="90">Ҫӳлхуҫана хисеплекенсем, пурте турӑсен Туррине мухтӑр, юрлӑр, аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе».]</verse>
				<verse number="91">[Вӗсем юрланине илтсессӗн] Навуходоносор патша тӗлӗнсех кайнӑ, вара васкавар ура ҫине тӑнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: эпир вут-ҫулӑма виҫӗ ҫынна ҫыхса пӑрахмарӑмӑр-и-ха? тенӗ. Лешӗсем патшана хуравласа: патша, чӑнах та ҫапла! тенӗ.</verse>
				<verse number="92">Патша каланӑ вара: акӑ эпӗ вут-ҫулӑм варринче ҫӳрекен тӑватӑ ара куратӑп, вӗсене ҫыхман, вӗсем тӗрӗс-тӗкелех; тӑваттӑмӗшӗ Турӑ ывӑлӗ пекех курӑнать, тенӗ.</verse>
				<verse number="93">Навуходоносор вут-кӑварпа хӗрсе кайнӑ кӑмака ҫӑварӗ патне пынӑ та каланӑ: эй Седрах, Мисах тата Авденаго, Ҫӳлти Туррӑн чурисем! унтан тухӑр! тенӗ. Вара Седрах, Мисах тата Авденаго вут-ҫулӑм варринчен тухнӑ.</verse>
				<verse number="94">Ӗнтӗ сатрапсем, хула пуҫлӑхӗсем, ҫарпуҫсем тата патшана канаш парса тӑракансем пуҫтарӑннӑ та, пӑхнӑ та — ку арсене вут-ҫулӑм нимӗн те тӑвайман иккен: пуҫ ҫинчи ҫӳҫӗ те ӗнмен вӗсен, тумтирӗ те тӗрӗс-тӗкелех, ҫунӑк шӑрши те пулин кӗмест вӗсенчен.</verse>
				<verse number="95">Ҫавӑн чухне вара Навуходоносор каланӑ: Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагон Турри мухтавлӑ! Вӑл Хӑйне шанса тӑракан чурисене ҫӑлма — патша хушнине итлеменскерсене, хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх турра пуҫҫапма килӗшмесӗр, хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр вут-ҫулӑм ӑшне кӗнӗ чурисене ҫӑлма — Хӑйӗн Ангелне ячӗ!</verse>
				<verse number="96">Эпӗ пур халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене ҫапла хушатӑп: Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагон Туррине хурлакан ҫынна касса ваклаччӑр, унӑн ҫурт-йӗрне ишсе тӑкчӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫапла ҫӑлма пултаракан Турӑ урӑх ҫук.</verse>
				<verse number="97">Ҫавӑн хыҫҫӑн Седраха, Мисаха тата Авденагона патша Вавилон ҫӗршывӗнче аслӑ вырӑнсене лартнӑ, [вӗсене асла кӑларнӑ, хӑйӗн патшалӑхӗнчи мӗнпур иудейсӗн пуҫлӑхӗ туса хунӑ].</verse>
				<verse number="98">Навуходоносор патша — пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакан халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене: тӑнӑҫлӑх пултӑр сире!</verse>
				<verse number="99">Эпӗ сире Ҫӳлти Турӑ ман тӗлӗшӗмрен тунӑ хӑватсем, кӗтретсем ҫинчен пӗлтересшӗн.</verse>
				<verse number="100">Вӑл кӑтартнӑ паллӑсем мӗн тери аслӑ, Унӑн кӗтречӗсем мӗн тери хӑватлӑ! Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, пурте ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн аллинче.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эпӗ, Навуходоносор, хамӑн ҫуртӑмра канлӗн пурӑнаттӑм, хамӑн керменӗмре ырӑ кураттӑм.</verse>
				<verse number="2">Анчах та эпӗ тӗлӗк тӗллентӗм, ҫавӑ мана хӑратсах пӑрахрӗ, ҫывӑран вырӑнӑм ҫинче пуҫа килнӗ шухӑшсем, тӗлӗкре мӗн курӑнни мана сехӗрлентерсех ӳкерчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Вара эпӗ, мана тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне каласа паччӑр тесе, Вавилонри пӗтӗм ӑсчаха хам патӑма чӗнме хушрӑм.</verse>
				<verse number="4">Ӗнтӗ пӗлӗмҫӗсем, асамҫӑсем, халдейсен ӑрӑмҫисем, вӗрӳҫӗсем пуҫтарӑнчӗҫ; эпӗ вӗсене тӗлӗкӗме каласа патӑм, анчах вӗсем мана унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймарӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Юлашкинчен ман патӑма Даниил кӗчӗ, — ӑна манӑн туррӑм ячӗпе Валтасар тесе ят хунӑччӗ, — унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; эпӗ ӑна тӗлӗкӗме каласа патӑм. Ӑна ҫапла каларӑм:</verse>
				<verse number="6">Валтасар, ӑсчахсен пуҫлӑхӗ! санра таса Туррӑн хӑвачӗ пуррине пӗлетӗп, эсӗ кирек мӗнле вӑрттӑнлӑха та ҫӑмӑллӑнах уҫса паратӑн; эпӗ курнӑ тӗлӗке, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса пар мана.</verse>
				<verse number="7">Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне мана ҫакӑ курӑнчӗ: акӑ ҫӗр ҫинче, унӑн варринче, питӗ ҫӳллӗ йывӑҫ ларать.</verse>
				<verse number="8">Йывӑҫӗ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗ тӳпенех ҫитет, вӑл ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать;</verse>
				<verse number="9">ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать; ун айӗнче хирти тискер кайӑксем сулхӑн тупаҫҫӗ, ун тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, пӗтӗм чӗрӗ чун ҫакӑ йывӑҫран тӑранса пурӑнать.</verse>
				<verse number="10">Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те</verse>
				<verse number="11">хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр;</verse>
				<verse number="12">анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр.</verse>
				<verse number="13">Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ.</verse>
				<verse number="14">Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ, Навуходоносор патша, ҫавнашкал тӗлӗк куртӑм; эсӗ, Валтасар, унӑн пӗлтерӗшне кала, ӗнтӗ патшалӑхӑмра пӗр ӑслӑ ҫын та унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантараймарӗ; эсӗ вара — пултаратӑн, санра — таса Туррӑн хӑвачӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫакӑн хыҫҫӑн Валтасар теекен Даниил пӗр вӑхӑт шалтах аптӑраса тӑнӑ — шухӑшӗсем хӑратсах пӑрахнӑ ӑна. Сӑмаха тӑсса, патша каланӑ: Валтасар! ҫакӑ тӗлӗкпе унӑн пӗлтерӗшӗ сана ан хӑраттӑр, тенӗ. Валтасар ҫапла хуравласа каланӑ: хуҫамӑм! сана курайманнисенеччӗ ку тӗлӗк, санӑн тӑшманусенеччӗ унӑн пӗлтерӗшӗ!</verse>
				<verse number="17">Эсӗ курнӑ йывӑҫ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗпе тӳпенех ҫитнӗ, ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать,</verse>
				<verse number="18">вӑл ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать, ун айӗнче хирти тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, —</verse>
				<verse number="19">патша, ҫакӑ вӑл — эсӗ. Эсӗ аслӑ, тӗреклӗ; санӑн чапу, ҫӗкленсе кайса, тӳпенех ҫитнӗ, санӑн ирӗкӳ ҫӗр хӗррине ҫитиех сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="20">Патша тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли аннине курнӑ, Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли каланӑ: «йывӑҫа касӑр, пӗтерӗр ӑна, унӑн тӗп тымарне ҫеҫ ҫӗр айӗнче хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫичӗ вӑхӑт иртиччен хирти тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкелесе пурӑнтӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Акӑ, патша, ҫакӑн пӗлтерӗшӗ — Ҫӳлти Турӑ малтанах палӑртса хуни, хуҫамӑма, патшана, кӗтекенни ҫакӑ пулать:</verse>
				<verse number="22">сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарма тытӑнӗҫ, эсӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнӑн. Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн.</verse>
				<verse number="23">Анчах та йывӑҫӑн тӗп тымарне хӑварма хушнӑ — ку ӗнтӗ эсӗ тӳпе ирӗкне ӑнланса илсессӗн, патшалӑху хӑвнах юласса пӗлтерет.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа та, патша, манӑн канашӑма итлеме кӑмӑл тусамччӗ: ҫылӑхусене ырӑ ӗҫсем туса каҫарттар; йӗркесӗр ӗҫӳсене чухӑнсене хӗрхенсе-пулӑшса ҫӗтер; санӑн канӑҫлӑху ҫапла тусассӑн ҫеҫ тӑсӑлма пултарать, тенӗ Даниил.</verse>
				<verse number="25">Навуходоносор патшана мӗн калани пӗтӗмпех пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="26">Вуникӗ уйӑхран, Вавилонри патша керменӗнче уткаласа ҫӳренӗ май,</verse>
				<verse number="27">патша каланӑ: акӑ вӑл — аслӑ Вавилон, патша хули, эпӗ ӑна хӑватлӑ вӑйӑмпа хамӑн чапӑма ҫӗклеме туса лартнӑ! тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Патша каласа та пӗтереймен-ха, тӳперен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Навуходоносор патша, итле! эсӗ патшалӑхусӑр тӑрса юлтӑн.</verse>
				<verse number="29">Сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарӗҫ. Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн!»</verse>
				<verse number="30">Ҫапла калани Навуходоносора ҫийӗнчех ҫитнӗ: ӑна ҫынсенчен уйӑрнӑ; выльӑх пек, курӑк ҫинӗ вӑл; ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ, ӗнтӗ ҫӳҫӗ-пуҫӗ арӑсланӑнни пекех, чӗрнисем вӗҫен кайӑкӑнни пекех ӳссе кайнӑ.</verse>
				<verse number="31">Палӑртнӑ кунсем иртсессӗн, эпӗ, Навуходоносор, куҫӑма тӳпенелле ҫӗклесе пӑхрӑм та, ман патӑма ӑс-хакӑлӑм таврӑнчӗ; вара эпӗ Ҫӳлти Турра мухтарӑм, Ӗмӗр-ӗмӗрех Пуррине аслӑларӑм, мухтавларӑм: Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, пурте ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн аллинче.</verse>
				<verse number="32">Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — нимӗн те мар; тӳпери вӑйсем хушшинче те, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хушшинче те Вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать. Унӑн аллине никам та хирӗҫ тӑраймасть, никам та Ӑна: «Эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе калаймасть.</verse>
				<verse number="33">Ҫав самантрах ӑс-хакӑлӑм ман патӑма таврӑнчӗ; ман патӑма патша чапӗ те, чысӗ те, мухтавӗ те таврӑнчӗ; унччен маншӑн ӗҫлесе тӑнӑ канашҫӑсемпе аслӑ улпутсем мана йышӑнчӗҫ, мана ҫӗнӗрен патшана лартрӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн чапӑм унчченхинчен те ытларах ӳссе кайрӗ.</verse>
				<verse number="34">Халӗ эпӗ, Навуходоносор, Тӳпе Патшине мухтатӑп, аслӑлатӑп: Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ тӳрӗ, Унӑн ҫулӗ-йӗрӗ тӗрӗс, Вӑл мӑнаҫлисене йӑвашлатма пултарать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Валтасар патша хӑйӗн пин улпучӗ валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсемпе пӗрле эрех ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="2">Ӗҫсе ӳсӗрӗлсессӗн, Валтасар хӑйӗн ашшӗ, Навуходоносор, Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене илсе килме хушнӑ: патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен ӗҫӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ савӑтсене йӑтса кӗнӗ; вара патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем эрех ӗҫнӗ тата хӑйсен туррисене — ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ, чул кӗлеткесене — мухтанӑ.</verse>
				<verse number="5">Шӑп ҫавӑн чухне этем ал лаппи курӑнса кайнӑ та патша керменӗн шуратнӑ стени ҫине, ҫутаткӑҫа хирӗҫ, ҫырма пуҫланӑ; патша ҫыракан ал лаппине курнӑ та</verse>
				<verse number="6">сӑнран улшӑннӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ, алли-ури чӗтрене ернӗ, чӗркуҫҫийӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тӑр-тӑр чӗтренӗ.</verse>
				<verse number="7">Асамҫӑсене, халдейсен ӑрӑмҫисене тата ҫӑлтӑрҫӑсене илсе килме хушса, патша хыттӑн кӑшкӑрса янӑ; патша, сӑмах пуҫласа, Вавилон ӑсчахӗсене каланӑ: кам та кам ҫакӑнта ҫырнине вулаять тата унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параять, ҫавна хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, унӑн мӑйӗнче ылтӑн вӑчӑра пулӗ, вара вӑл патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ патша ӑсчахӗсем ҫитнӗ, анчах та мӗн ҫырнине вулайман, унӑн пӗлтерӗшне патшана ӑнлантарса парайман.</verse>
				<verse number="9">Валтасар патша шуйхансах ӳкнӗ, вӑл сӑн-питрен те улӑшӑннӑ, унӑн улпучӗсем вара нимӗн калама пӗлмесӗр аптӑраса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Патша амӑшӗ патшапа унӑн улпучӗсем мӗн калаҫнине пӗлнӗ те ӗҫкӗ-ҫикӗ пӳлӗмне кӗнӗ; патша амӑшӗ ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн! Эсӗ ахалех хӑраса ӳкрӗн, сӑн-питӳ те ахалех улшӑнчӗ санӑн.</verse>
				<verse number="11">Санӑн патшалӑхунта пӗр ар пурӑнать, унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; патшара аҫу ларнӑ чухнех ҫав ҫынра ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата турӑсен ӑслӑлӑхӗ евӗрлӗ ӑслӑлӑх пуррине асӑрханӑ; вара хӑвӑн аҫу Навуходоносор патша ӑна пӗлӗмҫӗсен, асамҫӑсен, халдейсен ӑрӑмҫисен тата вӗрӳҫӗсен пуҫлӑхне лартнӑ — санӑн аҫу, патша хӑй, ҫапла тунӑ,</verse>
				<verse number="12">мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынра — Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунӑскерӗнче — хӑватлӑ сывлӑш пулнӑ, тӗлӗк пӗлтерӗшне ӑнлантармашкӑн, вӑрттӑнлӑх тупсӑмне уҫса памашкӑн, кӑткӑслӑха татса памашкӑн унра пӗлӳпе витӗркуран хастарлӑхӗ пулнӑ. Даниила чӗнсе килччӗр — вӑл ӑнлантарса парӗ, тенӗ патша амӑшӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара Даниила патша умне илсе пырса тӑратнӑ, патша, сӑмах пуҫарса, Даниила каланӑ: манӑн патша аттем Иудейӑран куҫарса килнӗ Иудея ывӑлӗсенчен пӗри, Даниил ятли, эсӗ мар-и вӑл?</verse>
				<verse number="14">Эпӗ сан ҫинчен, санра Турӑ хӑвачӗ, ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата тем тӗрлӗ ӑслӑлӑх пурри ҫинчен илтрӗм.</verse>
				<verse number="15">Акӑ ҫакӑнта ҫырнине вулама, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса пама ӑсчахсене тата асамҫӑсене илсе килнӗччӗ; анчах вӗсем мана ӑнлантарса параймарӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ сан ҫинчен эсӗ пӗлтерӗше ӑнлантарма, кӑткӑслӑха татса пама пултарни ҫинчен илтрӗм; ҫапла вара, ҫакӑнта ҫырнине вуласассӑн, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса парсассӑн, сана хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, санӑн мӑюнта ылтӑн вӑчӑра пулӗ, эсӗ патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Даниил патшана ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑн парнӳсем хӑвнах юлччӑр, ят-сума та урӑххине пар; мӗн ҫырнине эпӗ патшана ахалех вуласа, ӑнлантарса парӑп.</verse>
				<verse number="18">Эй патша! санӑн аҫуна, Навуходоносора, Ҫӳлти Турӑ патшалӑх, аслӑлӑх, чыс тата мухтав парнеленӗ.</verse>
				<verse number="19">Ӑна Турӑ панӑ аслӑлӑхран пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем чӗтресе тӑнӑ, унран хӑранӑ: патша кама вӗлерес тенӗ — вӗлернӗ, кама чӗрӗ хӑварас тенӗ — чӗрӗ хӑварнӑ, асла кӑларас тенине асла кӑларнӑ, кӗҫӗне хӑварас тенине кӗҫӗне хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="20">Анчах чӗри мӑнаҫлӑланса кайсассӑн, кӑмӑлӗ чӑрсӑрланмаллах хытса ҫитсессӗн, ӑна патшаран сирпӗтнӗ, чысӗ-мухтавӗсӗр тӑратса хӑварнӑ;</verse>
				<verse number="21">ӑна ӗнтӗ этем ывӑлӗсенчен уйӑрнӑ, унӑн ӑсӗ-тӑнӗ тискер кайӑкӑнни пек пулса кайнӑ; вӑл хир ашакӗсемпе пӗрле пурӑннӑ; ӑна, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарнӑ, унӑн ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ — этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл патшалӑха кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса иличчен ҫапла пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="22">Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн,</verse>
				<verse number="23">Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑншӑн Унран ал лаппийӗ янӑ та, вара ҫак сӑмахсене ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="25">Кунта акӑ мӗн ҫырнӑ: Мене Мене Текел у-Парсин.</verse>
				<verse number="26">Акӑ сӑмахӗсен пӗлтерӗшӗ: Мене — «Турӑ санӑн патшалӑхна шутласа тухнӑ та ӑна пӗтернӗ».</verse>
				<verse number="27">Текел — «сана тарасапа виҫнӗ те эсӗ питӗ ҫӑмӑл пулни палӑрнӑ».</verse>
				<verse number="28">Перес — «санӑн патшалӑху пайланнӑ, ӑна Миди тата Перси ҫыннисене панӑ».</verse>
				<verse number="29">Валтасар хушнипе вара Даниила хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ, патшалӑха тытса тӑракансенчен вӑл виҫҫӗмӗш ҫын пулнине пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫав каҫхинех, ҫӗрле, халдейсен патшине Валтасара вӗлернӗ,</verse>
				<verse number="31">патшалӑха Миди ҫынни Дарий йышӑннӑ, вӑл утмӑл иккӗре пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Дарий, патшалӑхра пур вырӑнта та пуҫлӑх пултӑр тесе, ҫӗр ҫирӗм сатрап лартнӑ,</verse>
				<verse number="2">вӗсен пуҫлӑхӗсем пулма виҫӗ аслӑ пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ, вӗсенчен пӗри Даниил пулнӑ. Патшана йывӑр кӳресрен сатрапсен хӑйсен ӗҫӗ ҫинчен ҫавӑ аслӑ пуҫлӑхсене пӗлтерсе тӑмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Даниил ытти аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсенчен пуринчен те ҫӳлте тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн унра аслӑ хӑват пулнӑ, патша ӗнтӗ ӑна пӗтӗм патшалӑх пуҫне лартма та шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="4">Аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсем вара патшалӑх ӗҫӗнче Даниила айӑплама май паракан сӑлтав шырама пикеннӗ; анчах нимӗнле сӑлтав та, ҫитменлӗх те тупайман, мӗншӗн тесессӗн Даниил шанчӑклӑ ҫын пулнӑ, унӑн ӗҫӗнче йӑнӑш туни те, улталани те пулман.</verse>
				<verse number="5">Вара ҫак ҫынсем каланӑ: эпир капла ӑна айӑпламалли сӑлтав шыраса тупаймастпӑр, вӑл хӑй Туррийӗн саккунӗ тӑрӑх пурӑнать, ҫав тӗлӗшпе эпир пӗр-пӗр айӑп тупӑпӑр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӗнтӗ ҫавӑ аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсем патша патне пухӑнса пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: Дарий патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!</verse>
				<verse number="7">Патшалӑхри аслӑ пуҫлӑхсем, хула пуҫлӑхӗсем, сатрапсем, канашҫӑсем тата ҫарпуҫсем ҫапла тумалла тесе шутлаҫҫӗ: патша ҫакӑн евӗрлӗ хушу кӑларинччӗ — кам та кам вӑтӑр кун хушшинче, патша, сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна тархаслас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла.</verse>
				<verse number="8">Патша, ҫав кӑтартӑва ҫирӗплет те хӑв хушса калани ҫине алӑ пус — Миди тата Перси саккунӗ пулса тӑнӑран ан улшӑнтӑрччӗ вӑл, ан пӑсчӑр ӑна, тенӗ ҫав ҫынсем.</verse>
				<verse number="9">Дарий патша килӗшнӗ те ҫакӑн пек хушу кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="10">Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав ҫынсем вара, вӑрттӑн сӑнаса тӑрса, Даниил патне шӑпах вӑл хӑйӗн Туррине кӗлтунӑ чухне кӗпӗрленсе пырса кӗнӗ,</verse>
				<verse number="12">унтан вӗсем патша патне ҫитнӗ те ӑна патша хушӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ: патша, кам та кам вӑтӑр кун хушшинче сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна пуҫҫапас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла тесе алӑ пусаканни эсӗ марччӗ-и-ха? тенӗ. Патша ҫапла хуравласа каланӑ: ку ҫирӗп сӑмах, вӑл — Миди ҫыннисемпе Перси ҫыннисен саккунӗ, ӑна улӑштарма юрамасть! тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Лешӗсем ӗнтӗ патшана ҫапла хуравласа каланӑ: Даниил вара — Иудейӑран куҫарса килнӗ ҫынсенчен пӗри, — патша, сана та, эсӗ алӑ пусса хушнине те нимӗн вырӑнне те хумасть, кунне виҫӗ хутчен кӗлтӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакна илтсессӗн патша кулянса ӳкнӗ, Даниила ҫӑлса хӑварма шут тытнӑ, ӑна хӑтарас тесе, хӗвел аничченех ӑна ҫӑлмалли мел шыранӑ.</verse>
				<verse number="15">Анчах та леш ҫынсем патша патне пӗтӗм ушкӑнӗпех пынӑ та каланӑ: пӗлнӗ пул, патша, Миди тата Перси саккунӗ тӑрӑх, патша ҫирӗплетсе палӑртнине е кӑтартнине улӑштарма юрамасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара патша хушнипе Даниила илсе килнӗ те арӑслан шӑтӑкне пӑрахнӑ; ҫавӑн чухне патша Даниила каланӑ: эсӗ хӑвӑн Турруна яланах кӗлтӑватӑн, Вӑл ҫӑлатех сана! тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӗнтӗ чул йӑтса пынӑ та унпа шӑтӑк ҫӑварне хупланӑ, вара, Даниил пирки йышӑннинче улшӑну ан пултӑр тесе, патша хӑйӗн ҫӗррипе тата хӑйӗн улпучӗсен ҫӗррисемпе шӑтӑка пичет пусса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ун хыҫҫӑн патша хӑйӗн керменне кайнӑ, каҫхи апат ҫимесӗрех ҫывӑрма выртнӑ, ӗҫме-ҫимене хӑй патне илсе кӗме те хушман, анчах ыйхи килмен унӑн.</verse>
				<verse number="19">Ирхине патша шуҫӑмлах тӑнӑ та васкасах арӑслан шӑтӑкӗ патне кайнӑ,</verse>
				<verse number="20">вара, шӑтӑк умне пырса, пӑшӑрхануллӑн Даниила чӗннӗ, патша Даниила каланӑ: Даниил, чӗрӗ Туррӑн чурийӗ! хӑвӑн Турру, эсӗ чун-чӗререн пуҫҫапакан Турӑ, арӑслансенчен ҫӑлма пултарчӗ-и сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Даниил ҫавӑн чухне патшана каланӑ: патша! ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!</verse>
				<verse number="22">Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ; вӗсем мана сиен тӑваймарӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Унӑн умӗнче таса пултӑм; патша, эпӗ сан умӑнта та усал ӗҫ туман, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Патша вара уншӑн питӗ хӗпӗртесе кайнӑ, Даниила шӑтӑкран ҫӗклесе хӑпартма хушнӑ; Даниила ӗнтӗ шӑтӑкран хӑпартнӑ, вӑл тӗрӗс-тӗкелех пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн Туррине ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара патша хушнипе леш ҫынсене, Даниила айӑплакансене, илсе пынӑ, вӗсене хӑйсене те, ачи-пӑчине те, арӑмӗсене те арӑслан шӑтӑкне тытса пӑрахнӑ; вӗсене шӑтӑк тӗпне ӳкичченех арӑслансем яра-яра илсе ҫура-ҫура тӑкнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑн хыҫҫӑн Дарий патша ҫапла ҫырса пӗлтернӗ: «Ҫӗр ҫинчи пур халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене — тӑнӑҫлӑх та ырӑлӑх пултӑр сире!</verse>
				<verse number="26">Эпӗ ҫапла хушатӑп: патшалӑхӑмӑн кирек хӑш вырӑнӗнче те Даниил Туррийӗнчен чӗтресе те хӑраса тӑччӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — чӗрӗ Турӑ, ӗмӗр-ӗмӗрех пур Турӑ, Унӑн патшалӑхӗ арканмасть, Ун патшалӑхӗн вӗҫӗ пулмасть.</verse>
				<verse number="27">Вӑл хӑтарать те ҫӑлать, тӳпере те, ҫӗр ҫинче те хӑватсемпе кӗтретсем тӑвать; Вӑл Даниила арӑслансенчен ҫӑлчӗ».</verse>
				<verse number="28">Вара Даниил Дарий патша саманинче те, Перси патши Кир саманинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Вавилон патши Валтасар пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Даниил хӑйӗн ҫывӑран вырӑнӗ ҫинче тӗлӗк тӗлленнӗ, вӑл малашне мӗн пулассине курнӑ. Даниил вара ҫав тӗлӗке, вӑл мӗне пӗлтернине ҫырса хунӑ. Ҫак тӗлтен Даниил каласа пани пуҫланать.</verse>
				<verse number="2">Даниил ҫапла калать: эпӗ ҫӗрле, ҫывӑрнӑ чухне, акӑ мӗн куртӑм: аслӑ тинӗсре тӳпе ҫилӗсем — тӑватӑ ҫил — тулашаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="3">тинӗсрен темӗн пысӑкӑш тӑватӑ тискер чӗрчун тухрӗ, пӗр евӗрлӗ мар хӑйсем.</verse>
				<verse number="4">Пӗрремӗшӗ — арӑслан пек, анчах ҫунатлӑ, ҫуначӗ ӑмӑрткайӑкӑнни пек; кайран эпӗ унӑн ҫунаттине тӑпӑлтарса пӑрахнине куртӑм; ӑна ҫӗр ҫинчен йӑтса тӑратрӗҫ те, вӑл вара, ҫын пек, ури ҫине тӑчӗ, ӑна этем чӗрине пачӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Акӑ тата тепӗр тискер чӗрчун, иккӗмӗшӗ, чӗвен тӑнӑ упа евӗрлӗскер; унӑн ҫӑварӗнче, шӑлӗсем хушшинче — виҫӗ шӑмӑ; ӑна ҫапла хушнӑ: «тӑр та мӗн килениччен аш-какай ҫи!» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Кайран эпӗ тата тепӗр тискер чӗрчуна куртӑм: вӑл барс евӗрлӗччӗ; ҫурӑмӗ ҫинче — кайӑк ҫунаттисем тӑваттӑ, ҫавӑ тискер чӗрчунӑн пуҫӗ те тӑваттӑ; ӑна ирӗк-хӑват панӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрле тӗлӗкре тӑваттӑмӗш чӗрчуна куртӑм — хӑрушӑскер, тискерскер, вӑйламасскер; шӑлӗсем — темӗн пысӑкӑш, тимӗр; вӑл хыпса ҫӑтать те аркатать, юлашкине ури айне туса таптать; вӑл малтанхи тискер чӗрчунсенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, вӑл вунӑ мӑйракаллӑччӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ ҫав мӑйракасем ҫине пӑхрӑм та — акӑ вӗсем хушшинчен тата тепӗр мӑйрака, пӗчӗкскер, тухнине куртӑм; ӑна вырӑн парас тесе, унчченхи виҫӗ мӑйракине тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑларчӗҫ; ҫав мӑйракан этемӗнни евӗрлӗ куҫсем пурччӗ, мӑнаҫлӑн калаҫакан тута-ҫӑвар пурччӗ.</verse>
				<verse number="9">Юлашкинчен эпӗ ҫакна куртӑм: аслӑ пукансем лартса тухнӑччӗ, Кунӗсемпе Авалхискерӗ аслӑ пукан ҫине ларчӗ; Унӑн тумтирӗ — шурӑ юр пек, Унӑн ҫӳҫӗ — шуратнӑ таса ҫӑм пек; Унӑн аслӑ пуканӗ — ялкӑшакан ҫулӑм пек, Унӑн кустӑрмисем — ҫунакан вут-ҫулӑм.</verse>
				<verse number="10">Ун патӗнчен вут-кӑварлӑ юханшыв тухать те малалла юхать; пинӗ-пинӗпе Уншӑн ӗҫлеҫҫӗ, тӗменӗ-тӗменӗпе Ун умӗнче тӑраҫҫӗ; тӳресем ларчӗҫ, кӗнекесем уҫӑлчӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн чухне ҫакна куртӑм эпӗ: мӑйрака мӑнаҫлӑ сӑмахсем каланӑшӑн тискер чӗрчуна манӑн куҫӑм умӗнчех вӗлерчӗҫ, кӳлепине те тӗп турӗҫ — вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ытти тискер чӗрчунсенчен те ирӗкне-хӑватне туртса илчӗҫ, анчах вӗсене вӑхӑтлӑха чӗрӗ хӑварчӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӗрле тата акӑ мӗн куртӑм: тӳпери пӗлӗтсемпе пӗрле такам ҫывӑхарать пек — Этем Ывӑлӗ пек. Ҫитрӗ те — Ӑна Кунӗсемпе Авалхискерӗ патне илсе пырса тӑратрӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ӑна ирӗк, мухтав тата патшалӑх пачӗҫ, Ӑна ӗнтӗ пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем пӑхӑнчӗҫ; Вӑл пурне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑй аллинче тытса тӑрӗ, Унӑн патшалӑхӗ нихӑҫан та арканмӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ, Даниил, аптӑраса-пӑлхансах ӳкрӗм, куҫӑма мӗн курӑнни сехӗрлентерсех пӑрахрӗ мана.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ ҫавӑнта тӑраканнисенчен пӗрин патне пытӑм та ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен ыйтрӑм; вӑл мана мӗн курӑннин пӗлтерӗшне ӑнлантарса пачӗ:</verse>
				<verse number="17">ҫакӑ тӑватӑ пысӑк чӗрчун ҫӗр ҫинче тӑватӑ патша ҫӗкленессине пӗлтерет.</verse>
				<verse number="18">Унтан патшалӑха Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем йышӑнӗҫ, вӗсем патшалӑха ӗмӗр-ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара эпӗ тӑваттӑмӗш тискер чӗрчун мӗне пӗлтерни ҫинчен пӗлесшӗн пултӑм — вӑл ыттисенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, питӗ хӑрушӑччӗ: тимӗр шӑллӑччӗ, пӑхӑр чӗрнеллӗччӗ, пурне те хыпса ҫӑтатчӗ, аркататчӗ, юлашкине урипе таптатчӗ;</verse>
				<verse number="20">унӑн пуҫӗ ҫинчи вунӑ мӑйрака ҫинчен те пӗлесшӗн пултӑм тата юлашки мӑйраки ҫинчен те ӑнлантарса пама ыйтрӑм — ӑна вырӑн парса, виҫӗ мӑйрака хӑйпӑнса ӳкнӗччӗ, вӑл куҫлӑччӗ, мӑнаҫлӑ калаҫакан тута-ҫӑварлӑччӗ, ҫав мӑйрака ыттисенчен пысӑкрахчӗ.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ ҫав мӑйрака сӑваплисемпе вӑрҫӑ пуҫланине, вӗсене Кунӗсемпе Авалхискерӗ килсе ҫитиччен ҫӗнтерсе пынине куртӑм, — вара ҫавӑн чухне Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ халӑхне тӳрӗлӗхне кура тавӑрса панине, патшалӑха сӑваплисем тытса тӑмалли вӑхӑт ҫитнине куртӑм.</verse>
				<verse number="22"></verse>
				<verse number="23">Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: тӑваттӑмӗш тискер чӗрчунӗ ҫакна пӗлтерет: ҫӗр ҫинче тӑваттӑмӗш патшалӑх пулать, вӑл пур патшалӑхран та уйӑрӑлса тӑрать, вӑл ҫӗр ҫинче мӗн пуррине хыпса ҫӑтӗ, таптаса-аркатса пӗтерӗ.</verse>
				<verse number="24">Вунӑ мӑйрака ҫакна пӗлтерет: ҫав патшалӑхра вунӑ патша вӑй илсе ҫӗкленӗ, вӗсем хыҫҫӑн урӑххи, ыттисенчен уйӑрӑлса тӑраканни, килӗ, вӑл виҫӗ патшана тӗп тӑвӗ,</verse>
				<verse number="25">вӑл Ҫӳлти Турра хирӗҫле сӑмахсем калӗ, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисене хӗсӗрлӗ; вӗсен уявӗсене тата вӗсен саккунне чарса лартма ӗмӗтленӗ. Сӑваплисене унӑн аллине парӗҫ — пӗр вӑхӑта, икӗ вӑхӑта тата ҫур вӑхӑта парӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Кайран тӳресем ларӗҫ те унран ирӗкне-хӑватне туртса илӗҫ; ӑна пӗтерӗҫ, яланлӑха тӗп тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ халӑхне вара тӳпе айӗнчи мӗнпур патшалӑхӑн мухтавне, ирӗк-хӑватне, аслӑлӑхне парӗҫ, Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, мӗнпур патша Ӑна пӑхӑнса Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакӑнта сӑмах вӗҫленет. Эпӗ, Даниил, сехӗрленсех ӳкрӗм, ӗнтӗ сӑнӑм та улшӑнчӗ; анчах эпӗ ҫакна пурне те чӗремре сыхласа хӑвартӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Валтасар патша виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне мана, Даниила, унччен курӑнни хыҫҫӑн каллех курӑну пулчӗ.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ акӑ мӗн куртӑм: эпӗ Сузӑ хулинче, Елам ҫӗрӗн тӗп хулинче пек; эпӗ акӑ мӗн куртӑм: эпӗ Улай юханшывӗ хӗрринче пек.</verse>
				<verse number="3">Куҫӑма уҫрӑм та курах кайрӑм: акӑ юханшыв хӗрринче пӗр сурӑх таки тӑрать; икӗ мӑйракаллӑ хӑй, мӑйракисем вӑрӑм, анчах пӗри тепринчен вӑрӑмрах, вӑрӑмми вара кайран ӳснӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ ҫавӑ така анӑҫалла, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла сӗкнине куртӑм, ӑна нимӗнле чӗрчун та хирӗҫ тӑраймасть, унран хӑтӑлма та ҫук; мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑвать вӑл, вӑйланнӑҫемӗн вӑйлансах пырать.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа тӑраттӑм — курах кайрӑм: акӑ анӑҫ енчен, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗн, качака таки килет, ҫӗре перӗнмесӗр пырать; ҫавӑ качака такин куҫӗсем хушшинче темӗн пысӑкӑш мӑйрака.</verse>
				<verse number="6">Ҫав качака таки икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки енне вирхӗнсе пырать, — эпӗ вӑл юханшыв хӗрринче тӑнине курнӑччӗ, — качака таки ун ҫине урӑм-сурӑм хаярлӑхпа сиксе ӳкрӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ куртӑм ӗнтӗ: сурӑх таки патне ҫывхарнӑҫемӗн вӑл тата хытӑрах талӑрса кайрӗ, ӑна ҫитсе ҫапса унӑн икӗ мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ; ӑна хирӗҫ тӑма сурӑх такин вӑйӗ ҫитеймерӗ, качака таки ӑна ҫӗре ҫапса антарчӗ, ватса-таптаса тӑкрӗ — сурӑх такине хӑтарма пултараканни тупӑнмарӗ.</verse>
				<verse number="8">Качака таки ҫавӑн хыҫҫӑн шутсӑрах вӑйланса кайрӗ; анчах та, хӑватланса ҫитсессӗн, пысӑк мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне вара тӗнченӗн тӑватӑ еннелле кӑнтарӑнса тӑракан тӑватӑ мӑйрака шӑтса тухрӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавсенчен пӗринчен тепӗр мӑйрака шӑтса тухрӗ; малтан вӑл пӗчӗккӗччӗ, кайран ӳссе кайрӗ те кӑнтӑралла, тухӑҫалла тата илемлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӑлчӗ,</verse>
				<verse number="10">вӑл тӳпе ҫарӗ патнех ҫитрӗ, ҫав ҫарӑн тата ҫӑлтӑрсен пӗр пайне ҫӗр ҫине шӑлса пӑрахрӗ те таптарӗ вӗсене,</verse>
				<verse number="11">вӑл ҫав ҫарӑн Ҫулпуҫӗ патнех ҫӗкленчӗ, Ӑна куллен кӳмелли парнесемсӗр тӑратса хӑварчӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлетрӗ.</verse>
				<verse number="12">Куллен кӳмелли парне те, ҫар та унран усал ӗҫсемшӗн мӑшкӑл курчӗ; вӑл чӑнлӑха ҫӗре пӑрахрӗ; хӑйӗн ӗҫӗнче ӑнтарсах пычӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ пӗр святой калаҫнине илтрӗм, тепӗр святойӗ вара калаҫаканнинчен ҫапла ыйтрӗ: «курӑнни — куллен кӳмелли парнене хурласси, Сӑваплӑ Ҫурта ҫаратасси-ирсӗрлетесси, ҫара мӑшкӑлласси — мӗн вӑхӑта тӑсӑлӗ-ши ку?» терӗ.</verse>
				<verse number="14">Лешӗ ӑна ҫапла хуравларӗ: «икӗ пин те виҫҫӗр каҫпа ир; вара Сӑваплӑ Ҫурт тасалӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫакна курсассӑн, эпӗ, Даниил, унӑн пӗлтерӗшне ӑнкарма тӑрӑшрӑм — акӑ ман умӑма ар евӗрлӗскер тухса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ Улай юханшывӗ ҫийӗнчен килекен сасса, этем сассине: «Гавриил! ӑна ҫак курӑнӑва ӑнлантарса пар!» тенине илтрӗм.</verse>
				<verse number="17">Вӑл вара эпӗ тӑнӑ вырӑна пычӗ. Вӑл ҫывхарсассӑн, эпӗ, сехӗрленсе, ӳпне ӳкрӗм; вӑл мана ҫапла каларӗ: пӗлнӗ пул, этем ывӑлӗ, ҫакӑ курӑну — юлашки самана ҫинчен, терӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те</verse>
				<verse number="19">каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп.</verse>
				<verse number="20">Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем.</verse>
				<verse number="21">Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ;</verse>
				<verse number="22">мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ;</verse>
				<verse number="24">вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ;</verse>
				<verse number="25">чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар.</verse>
				<verse number="26">Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».</verse>
				<verse number="27">Эпӗ ӗнтӗ, Даниил, халтан кайса, темиҫе кун хушши чирлӗ выртрӑм; унтан тӑтӑм та патша ӗҫӗсене пикентӗм; мӗн курни мана хӑратсах пӑрахрӗ, эпӗ ӑна ӑнланмарӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Дарий — Ассуир ывӑлӗ, Миди ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Халдея патшалӑхӗн патши пулма лартнӑскерӗ —</verse>
				<verse number="2">пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ, Даниил, Турӑ Ҫырӑвӗнче ҫырнине — Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка пӗлтернӗ тӑрӑх, Иерусалим ҫитмӗл ҫул хушши юхӑнса выртмалла тенине — ӑнкарса илтӗм.</verse>
				<verse number="3">Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра тархасларӑм; типӗ тытса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хама кӗлпе сапса кӗлтурӑм.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ Ҫӳлхуҫана, хамӑн Туррӑма, йӑлӑнтӑм, ҫылӑхӑмсене каласа парса ӳкӗнтӗм, ҫапла каларӑм: эй аслӑ та хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тӑракансемпе хывнӑ халална упратӑн!</verse>
				<verse number="5">Эпир вара ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем туса тултартӑмӑр, чурӑслантӑмӑр, Санӑн ӳкӗтӳсенчен, Санӑн йӗркӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр,</verse>
				<verse number="6">Санӑн чурусене, пророксене, — Санӑн ятупа пирӗн патшамӑрсене, аслӑ ҫыннӑмӑрсене, аттемӗрсене, ҫӗршывӑн мӗнпур халӑхне вӗрентсе каланӑ пророксене — итлемерӗмӗр.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — тӳрӗ, эпир вара халӗ намӑс айне пултӑмӑр — Иудейӑра, Иерусалимра пурӑнакан пур халӑх та, пӗтӗм Израиль те: ҫывӑхра пурӑнаканнисем те, аякра пурӑнаканнисем те, Эсӗ хӑвӑнтан пӑрӑннӑшӑн ытти ҫӗршывсене хӑваласа янисем те.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир, пирӗн патшасем, пирӗн пуҫлӑхсем, пирӗн аттесем намӑс айне пултӑмӑр, мӗншӗн тесессӗн Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире хӗрхенинччӗ, каҫаринччӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ӑна хирӗҫ тӑтӑмӑр,</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра итлемерӗмӗр, Хӑйӗн пророк чурисем урлӑ панӑ саккунӗсене уямарӑмӑр.</verse>
				<verse number="11">Пӗтӗм Израиль Санӑн саккунна пӑсрӗ — пӑрӑнчӗ, Сана итлесшӗн пулмарӗ; ҫавӑншӑн пире Турӑ чурин Моисейӗн саккунӗнче ҫырӑннӑ ылханпа айӑплав ҫитрӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ун умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр.</verse>
				<verse number="12">Вӑл пирӗн тӗлӗшӗпе, пире сут тӑвакан тӳресем тӗлӗшӗпе каланӑ сӑмахне пурӑнӑҫларӗ: пирӗн ҫине пысӑк инкек ячӗ — Иерусалим тӳснӗ пек инкек халиччен тӳпе айӗнче те пулман.</verse>
				<verse number="13">Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пур инкек те пирӗн пата ҫитрӗ, анчах та эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тархасламарӑмӑр, хамӑрӑн ҫылӑхсенчен хӑпмарӑмӑр, Санӑн чӑнлӑхна йышӑнмарӑмӑр.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа инкек ярассине вӑраха тӑсман, ӑна пирӗн ҫине янӑ. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр тӑвакан пур ӗҫ те тӗрӗс, анчах эпир Ӑна итлемерӗмӗр.</verse>
				<verse number="15">Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ хӑватлӑ аллупа Хӑвӑн халӑхна Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, Санӑн яту паянхи кунчченех мухтавлӑ; эпир вара ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр, йӗркесӗр хӑтлантӑмӑр.</verse>
				<verse number="16">Эй Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ пур тӗлӗшпе те тӳрӗ, анчах Хӑвӑн ҫиллӳпе хаярлӑхна Хӑвӑн Иерусалим хулу ҫинчен, Хӑвӑн таса тӑву ҫинчен сирсе ярсамччӗ; пирӗн ҫылӑхсемшӗн, пирӗн аттесен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Иерусалима тата Санӑн халӑхна таврари халӑхсем пурте мӑшкӑллаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Эй Туррӑмӑр, халӗ Хӑвӑн чуру кӗллине, вӑл тархасланине илтсемччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫаратса хӑварнӑ сӑваплӑ Ҫурту ҫине Хӑвӑншӑн ҫутӑ сӑнупа пӑхсамччӗ.</verse>
				<verse number="18">Эй Туррӑм, хӑлхуна тайсамччӗ, илтсемччӗ! Куҫна уҫсамччӗ, пирӗн хулана — Санӑн ятупа хисепленекен хулана — мӗнле ҫаратса хӑварнине курсамччӗ! Хамӑрӑн тӳрӗлӗхе шанса мар, Санӑн виҫесӗр хӗрхенекен кӑмӑлна шанса, Сан умӑнта ӳксех тархаслатпӑр.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫамӑр, илтсемччӗ! Ҫӳлхуҫамӑр, каҫарсамччӗ! Ҫӳлхуҫамӑр, тӑнласамччӗ! Эпир ыйтнине Хӑвӑншӑн пурнӑҫласамччӗ, вӑраха ан ярсамччӗ, мӗншӗн тесессӗн, Туррӑмҫӑм, Санӑн хулу ҫине, Санӑн халӑху ҫине Санӑн яту ҫырӑннӑ, терӗм.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ ҫапла каласа кӗлтунӑ чухне, хамӑн ҫылӑхӑмсене тата пӗтӗм халӑхӑмӑн, Израилӗн, ҫылӑхӗсене каласа парса чунтанах ӳкӗннӗ чухне, Ҫӳлхуҫа Туррӑма пӗтӗм чунтан Туррӑмӑн сӑваплӑ тӑвӗшӗн тархасланӑ чухне,</verse>
				<verse number="21">акӑ ҫаплах кӗлтунӑ чухне эпӗ унччен маларах курнӑ Гавриил ар хӑвӑрт вӗҫсе килсе мана пырса сӗртӗнчӗ. Ку каҫхи парне кӳмелли вӑхӑтра пулчӗ;</verse>
				<verse number="22">мана ӑса вӗрентсе, вӑл ҫапла каларӗ: Даниил! эпӗ халӗ сана пӗлӳ пама антӑм.</verse>
				<verse number="23">Эсӗ кӗлтума пуҫласанах хурав пулчӗ, эпӗ сана, суйласа илнӗ ҫынна, ҫавна пӗлтерме килтӗм. Эсӗ мӗн хушнине тӑнла, мӗн курнине ӑнланса ил.</verse>
				<verse number="24">Йывӑр айӑпа сирме, ҫылӑхсене ҫӗтерме, йӗркесӗр ӗҫсене каҫарттарма, ӗмӗрлӗхе тӳрӗлӗхе ҫирӗплетме, курӑнупа пророкла калани ҫине пичет хума, Сӑваплӑран Сӑваплине ҫу сӗрсе яма санӑн халӑхупа санӑн сӑваплӑ хулу валли ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх палӑртнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫапла вара, пӗл те ӑнланса ил: Иерусалима ҫӗнетсе туса лартма хушнӑранпа Христос Патша киличчен ҫичӗ ҫичӗҫуллӑх иртет, унтан тата утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртет; вара халӑх каялла таврӑнӗ, урамсемпе хӳмесем ҫӗнелсе лайӑхланӗҫ, анчах ку питех те йывӑр вӑхӑт пулӗ.</verse>
				<verse number="26">Утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртсессӗн, Христоса вӗлерме тытса парӗҫ, вара нимӗн те юлмӗ; килсе ҫитекен ҫулпуҫӑн халӑхӗ хулана та, сӑваплӑ Ҫурта та аркатӗ. Унӑн вӗҫӗ талай евӗрлӗ пулӗ, вӑрҫӑ вӗҫленичченех ҫарату та аркату пулмалла.</verse>
				<verse number="27">Вӑл пӗр ҫичӗҫуллӑха нумайӑшӗпе килӗшӳ тӑвӗ; парне парассине, тырӑ-пулӑ парни кӳрессине ҫур ҫичӗҫуллӑха чарса лартӗ, ҫав вырӑна ирсӗрлетӗ, унта йӗрӗнчӗк лартса хурӗ — ирсӗрлетекеннине палӑртса хунӑ вилӗм ҫитичченех ҫапла пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Кир, Перси патши, виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Даниила, Валтасар тесе чӗннӗскерне, малашне мӗн пуласси курӑннӑ — ҫакӑ вӑл аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен пӗлтернӗ чӑн хыпар пулнӑ. Даниил хӑйне мӗн курӑннине ӑнланса илнӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав кунсенче эпӗ, Даниил, ӗнтӗ виҫӗ эрне хушши хуйхӑрса-хурланса пурӑнаттӑм:</verse>
				<verse number="3">тутлӑ апат ҫимен эпӗ; ҫӑварӑма аш-какайпа эрех те кӗмен, виҫӗ эрне кунӗсем иртиччен ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа та сӗрӗнмен.</verse>
				<verse number="4">Пӗрремӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара эпӗ аслӑ Тигр юханшывӗ хӗрринче пултӑм,</verse>
				<verse number="5">куҫӑма ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхрӑм та — курах кайрӑм: акӑ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ар тӑрать, пилӗкне Уфаз ылтӑнӗнчен тунӑ пиҫиххи ҫыхнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ӳчӗ-пӗвӗ унӑн — топаз пек, сӑнӗ — ҫиҫекен ҫиҫӗм пек, куҫӗсем — ҫунакан ҫутаткӑҫ пек, алли-ури — ялтӑртатакан пӑхӑр пек, сассийӗ — халӑх шавӗ пек.</verse>
				<verse number="7">Ҫакна пӗр эпӗ ҫеҫ, Даниил, куртӑм, манпа пӗрле пулнӑ ҫынсем курмарӗҫ; анчах вӗсем темӗн тӗрлӗ сехӗрленсе ӳкрӗҫ те, пытанас тесе, пурте тарса пӗтрӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ ӗнтӗ пӗчченех юлса ҫакӑ аслӑ курӑнӑва пӑхса тӑтӑм, анчах та манӑн пӗтӗм вӑй-халӑм пӗтсе ларчӗ, эпӗ лӑштӑр кайрӑм.</verse>
				<verse number="9">Акӑ эпӗ унӑн сассине илтрӗм — унӑн сассине илтсенех, тӑнран кайса, ӳпне ӳкрӗм те питӗмпе ҫӗре перӗнсех выртрӑм.</verse>
				<verse number="10">Акӑ мана алӑ сӗртӗнсе илчӗ те ҫӳлелле ҫӗклерӗ — эпӗ ӗнтӗ, аллӑмсемпе ҫӗре тӗреленсе, чӗркуҫҫи ҫине тӑтӑм.</verse>
				<verse number="11">Мана вӑл ҫапла каларӗ: Даниил, суйласа илнӗскерӗ! Эпӗ хӑвна калакан сӑмаха ӑшна хыв. Уру ҫине тӑр, мӗншӗн тесессӗн паян мана сан патна янӑ, терӗ. Мана ҫак сӑмахсене каланӑ чухне эпӗ, чӗтресе, ура ҫине тӳрленсе тӑтӑм.</verse>
				<verse number="12">Вӑл мана каларӗ: ан хӑра, Даниил; эсӗ, хӑвӑн Турру умӗнче йӑвашланса, пӗлесчӗ, ӑнланасчӗ тесе чӗрӳне Турӑ еннелле ҫавӑрнӑ пӗрремӗш кунранах санӑн сӑмахна илтнӗ. Санӑн сӑмахна пула килтӗм те эпӗ.</verse>
				<verse number="13">Перси патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫирӗм пӗр кун мана хирӗҫ тӑчӗ. Эпӗ унта Перси патшисемпе куҫа-куҫӑн тӑтӑм — вара Михаил, пӗрремӗш пуҫлӑхсенчен пӗри, мана пулӑшма ҫитрӗ. Эпӗ ӑна Перси патшисем патӗнче хӑвартӑм.</verse>
				<verse number="14">Халӗ вара эпӗ юлашки вӑхӑтра санӑн халӑхна мӗн-мӗн пулассине пӗлтерме килтӗм, мӗншӗн тесессӗн эсӗ мӗн курни вӑл — ҫав кунсем ҫинчен, терӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл мана ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫине ӳпне ӳкрӗм, чӗлхесӗр пулнӑ пекех выртрӑм.</verse>
				<verse number="16">Акӑ такам, сӑнран этем ывӑлӗсем евӗрлӗскер, манӑн тутана сӗртӗнсе илчӗ те, эпӗ ҫӑварӑма уҫрӑм, калаҫма пуҫларӑм, хамӑн умра тӑракана каларӑм: хуҫамӑм! ҫакна курнӑ чухне манӑн ӑшӑм-чиккӗм хускалчӗ, вӑй-халӑм пӗтсе ларчӗ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ, хуҫамӑн чури, хамӑн хуҫампа калаҫма пултарайӑп-ши? манӑн чӗптӗм вӑй та ҫук, сывлӑш ҫавӑрайми пултӑм, терӗм.</verse>
				<verse number="18">Унтан ҫавӑ, этем евӗрлӗскерӗ, мана каллех сӗртӗнчӗ те — мана вӑй-тӗрек кӗртрӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл ҫапла каларӗ: ан хӑра, суйласа илнӗскерӗ! канӑҫлӑх пултӑр сана; тӗреклӗлен, тӗреклӗлен! терӗ. Вӑл ҫапла каланӑ хушӑра эпӗ тӗреклӗлентӗм те каларӑм: кала, хуҫамӑм! эсӗ мана вӑй-хал патӑн, терӗм.</verse>
				<verse number="20">Вӑл ҫапла каларӗ: эпӗ сан патна мӗншӗн килнине пӗлетӗн-и? Эпӗ халӗ Перси пуҫлӑхӗпе ҫапӑҫма каялла каятӑп; ҫав ҫапӑҫӑва вӗҫлесессӗн, акӑ Греци пуҫлӑхӗ килӗ.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ сана Чӑнлӑх Кӗнекинче мӗн ҫырнине пӗлтерӗп; вӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мана сирӗн Михаил пуҫлӑхӑр ҫеҫ пулӑшать, унсӑр пуҫне никам та пулӑшмасть.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Эпӗ ӑна Миди ҫынни Дарий патшана ларнӑ ҫулхинех пулӑшрӑм, хунтӑларӑм.</verse>
				<verse number="2">Халӗ эпӗ сана чӑнлӑх пӗлтеретӗп. Перси ҫӗрӗнче тата виҫӗ патша ҫӗкленӗ; кайран тӑваттӑмӗшӗ ҫӗрме пуянлӑхӗпе пуринчен те иртсе кайӗ, пуянлӑхӗпе вӑйланса ҫитсессӗн, ыттисене пурне те Греци патшалӑхне хирӗҫ тӑратӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара хӑватлӑран хӑватлӑ патша ҫӗкленӗ, вӑл анлӑ ҫӗрсене ярса илӗ те мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл ҫапла ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн унӑн патшалӑхӗ арканса кайӗ те тӗнченӗн тӑватӑ енне кура пайланӗ, хӑйӗн тӑхӑмне куҫмӗ, ӗнтӗ ун вӑхӑтӗнчи пек пулаймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн патшалӑхӗ пайланса кайӗ; унӑн патшалӑхне туртса илӗҫ те юттисене парӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Кайран кӑнтӑр патши вӑйланса кайӗ, анчах унӑн аслӑ ҫарпуҫӗ унран вӑйлӑрах пулса тӑрӗ те тата анлӑрах ҫӗрсене ярса илӗ.</verse>
				<verse number="6">Анчах та темиҫе ҫултан вӗсем ҫывӑхланӗҫ; ҫав килӗшӗве ҫирӗплетмешкӗн кӑнтӑр патшийӗн хӗрӗ ҫурҫӗр патшине качча кайӗ; анчах вӑл пысӑк вӑя хӑйӗн аллинче тытса тӑраймӗ, унӑн ӑрӑвӗ те сыхланса юлаймӗ: ӑна хӑйне те, унпа пӗрле килнисене те, унӑн ачине те, ӑна хунтӑлакана та пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Анчах та унӑн тымарӗнчен тухнӑ хунавсенчен пӗри патшана ларӗ; вӑл, ҫурҫӗр патшин ҫарне хирӗҫ кайса, унӑн ҫирӗплетнӗ хулисене ҫитсе кӗрӗ, вирлӗ тапӑнса вӗсене парӑнтарӗ,</verse>
				<verse number="8">вӗсен туррисен кӗлеткисене те, шӑратса тунӑ йӗрӗхӗсене те, хаклӑ савӑчӗсене те — ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — ярса илсе Египета илсе кайӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл темиҫе ҫул хушши ҫурҫӗр патшине чӑрмантармӗ.</verse>
				<verse number="9">Лешӗ вара кӑнтӑр патшийӗн патшалӑхне тапӑнса пӑхӗ, анчах каялла хӑйӗн ҫӗрне таврӑнӗ.</verse>
				<verse number="10">Кайран унӑн ывӑлӗсем вӑрҫӑ пуҫлӗҫ, нумай йышлӑ ҫар пуҫтарӗҫ; вӗсенчен пӗри, хӑвӑрттӑн кайса, талай пек капланса кӗрӗ, малалла кайса, тӑшмансен ҫирӗплетнӗ вырӑнӗ патне ҫитӗ.</verse>
				<verse number="11">Кӑнтӑр патши вара, талӑрса кайса, ҫурҫӗр патшипе ҫапӑҫма тухӗ. Лешӗ пысӑк ҫар кӑларса тӑратӗ, анчах унӑн ҫарӗ кӑнтӑр патшийӗн аллине лекӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫурҫӗр патшин ҫарне аркатсассӑн, кӑнтӑр патшийӗн чӗри мӑнаҫлӑланса кайӗ; вӑл тӑшманӗсене пинӗ-пинӗпе тӗп тӑвӗ, анчах та унӑн вӑйӗ нумайлӑха пымӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫурҫӗр патши ҫӗнӗрен ҫар пуҫтарӗ, ку унчченхинчен те йышлӑрах пулӗ; темиҫе ҫултан питӗ лайӑх хатӗрленнӗ пысӑк ҫарпа килсе тапӑнӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫав вӑхӑтра чылайӑшӗ кӑнтӑр патшине хирӗҫ ҫӗкленӗ. Эсӗ мӗн курни чӑна тухтӑр тесе, сан халӑхун пӑлхавлӑ ывӑлӗсем те ҫӗкленӗҫ, анчах вилсе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ.</verse>
				<verse number="16">Кам та кам ӑна хирӗҫ тухӗ — вӑл хушнӑ пекех тума пуҫлӗ, никам та ун умӗнче тытӑнса тӑраймӗ; вара мухтавлӑ ҫӗр ҫине хӑйӗн йышӗпе вырӑнаҫӗ; пӗтӗм ҫӗр унӑн аллине лекӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ӗнтӗ пӗтӗм кӑнтӑр патшалӑхне ярса илме шухӑш тытӗ, хӑйӗн тӑшманӗпе килӗшӳ тӑвӗ, пӗтерес шухӑшпа ӑна хӑйӗн хӗрне качча парӗ — ӗҫ тухмӗ унӑн, усси пулмӗ.</verse>
				<verse number="18">Вара вӑл утравсем енне ҫул тытӗ те чылайӑшне ярса илӗ, анчах та пӗр ҫулпуҫ унӑн чӑрсӑрлӑхне чарса лартӗ — хӑйне кӑтартнӑ мӑшкӑла ӑна каялла тавӑрса парӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл каялла хӑй ҫӗршывӗнчи керемсем енне ҫул тытӗ, анчах ӑна аркатса тӑкӗҫ, такӑнӗ, кайса ӳкӗ, йӗрӗ те юлмӗ.</verse>
				<verse number="20">Ун вырӑнне тепӗри патшана ларӗ, патшалӑх илемне ҫаратса тухмашкӑн вӑл хырҫӑ пуҫтаракана кӑларса ярӗ; кӑштах вӑхӑт иртӗ те — пӗтерӗҫ ӑна, анчах уҫҫӑн та мар, ҫапӑҫура та мар.</verse>
				<verse number="21">Ун вырӑнне тепӗри — ирсӗрскер — патшана ларӗ; ӑна патшана тивӗҫекен чап-мухтав пулмӗ, вӑл пӗр шӑв-шавсӑр килӗ, йӑпӑлтатса патшалӑха ҫавӑрса илӗ.</verse>
				<verse number="22">Пӗтӗмпех таптаса ура айне тӑвакан эшкерсене таптӗ те аркатӗ вӑл, халал ҫулпуҫне хӑйне парӑнтарӗ;</verse>
				<verse number="23">чее шухӑшпа вӑл килӗшӳ тӑвӗ; ҫынни сахал пулӗ те, анчах вӑй пухӗ.</verse>
				<verse number="24">Лӑпкӑ пурӑнӑҫлӑ та тулӑх ҫимӗҫлӗ ҫӗршывсене пырса кӗрӗ, унта вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе ашшӗсенӗн ашшӗсем туманнине тӑвӗ; туртса илнине, ҫаратса тултарнӑ пурлӑха тата пуянлӑха хӑйсеннисемпе пӗрле салатса пӗтерӗ, ӗнтӗ керемсене ярса илме те шухӑш тытӗ, анчах та ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл пӗтӗм вӑйне, хӗрӳлӗхне кӑнтӑр патшине хирӗҫ ярӗ, ӑна кӑнтӑр патши пысӑк йышлӑ ҫарпа ҫитсе тапӑнӗ; йышлӑ та питех те вӑйлӑ ҫарпа вӑрҫа тухӗ, анчах тӳссе тӑраймӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна хирӗҫ кавар тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Ӑна хӑйӗн сӗтелӗ хушшинче ӗҫсе-ҫисе тӑнисемех пӗтерӗҫ; ҫарӗ талай ҫитсе ҫапнӑ пек саланӗ, нумайӑшӗ вилсе пӗтӗ.</verse>
				<verse number="27">Икӗ патша, усал шухӑш тытнӑскерсем, пӗр сӗтел хушшинче пӗр-пӗрне суеҫтерсе ларӗҫ, анчах та ӗҫ тухмӗ вӗсен, мӗншӗн тесессӗн пӗтес вӑхӑт ҫитмен-ха.</verse>
				<verse number="28">Вара вӑл, питех те пысӑк тупӑш илсе, сӑваплӑ халала хирӗҫ тӑшманла шухӑш тытса, хӑйӗн ҫӗршывнелле ҫул тытӗ, мӗн шухӑшланине тӑвӗ вӑл, унтан хӑйӗн ҫӗршывне таврӑнӗ.</verse>
				<verse number="29">Палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл каллех кӑнтӑра вӑрҫӑпа кайӗ, анчах урӑх унчченхи пек пулмӗ;</verse>
				<verse number="30">вӑл вӑрҫӑпа тухнӑ вӑхӑтрах Киттим карапӗсем пырса ҫитӗҫ; вара вӑл шикленсе ӳкӗ те каялла таврӑнӗ; сӑваплӑ халала кураймасӑр, хӑй шухӑшланине пурӑнӑҫлӗ, сӑваплӑ халалран уйрӑлса кайнисемпе каллех килӗшӳ тӑвӗ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл унта хӑйӗн эшкерӗсене ярӗ, ҫавсем аслӑ хӑватӑн сӑваплӑ Ҫуртне ирсӗрлетӗҫ, куллен парне кӳрессине чарса лартӗҫ, ҫавӑнта йӗрӗнчӗк лартса хурӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Сӑваплӑ халалран пӑрӑннӑ йӗркесӗр ҫынсене вӑл, йӑпӑлтатса, хӑй майлӑ ҫавӑрӗ; анчах хӑйсен Туррине манӑҫламаннисем вӑй илӗҫ те ӗҫе пикенӗҫ.</verse>
				<verse number="33">Ӑсчахсем халӑха вӗрентӗҫ, вӗсене пӗр вӑхӑт хӗҫпе те, вут-кӑварпа та, тыткӑна илсе кайса та, ҫаратса та тертлентерӗҫ;</verse>
				<verse number="34">ҫавӑн пек асапланнӑ вӑхӑтра вӗсене кӑштах пулӑшу пулӗ, чылайӑшӗ вӗсен майлӑ тӑрӗ, анчах ҫакна чун-чӗререн тумӗҫ вӗсем.</verse>
				<verse number="35">Ӑсчахсенчен хӑшӗ-пӗри — тӗрӗслев витӗр тухмашкӑн, тасалмашкӑн, шуралса ҫитмешкӗн — юлашки вӑхӑт ҫитичченех асап тӳсӗ, мӗншӗн тесессӗн палӑртса хуни ҫитиччен вӑхӑт пур-ха.</verse>
				<verse number="36">Леш патша вара хӑй мӗн тӑвас тенине тӑвӗ; мӑнаҫланса кайӗ, хӑйне кирек епле турӑран та ҫӳле хурӗ, турӑсен Туррине те хурлама тытӑнӗ, ҫилӗ кунӗсем ҫитиччен вӑл ӑнӑҫтарсах пырӗ: ӗнтӗ мӗн палӑртса хунӑ, ҫавӑ пулатех.</verse>
				<verse number="37">Вӑл ашшӗсенӗн туррисене те, хӗрарӑмсем юратаканскерне те, нимӗнле урӑх турра та хисепе хумӗ, мӗншӗн тесессӗн хӑйне пуринчен те ҫӳле хурӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӗсем вырӑнне вӑл керемсен туррине — хӑйӗн ашшӗсем пӗлмен турра — чыс тӑвӗ, ӑна вӑл ылтӑнпа та кӗмӗлпе, хаклӑ чулсемпе, хаклӑ парнесемпе чысласа тӑрӗ,</verse>
				<verse number="39">ют турӑпала вӑл ҫирӗп керемсене аркатӗ, хӑйне парӑннисенӗн ятне-чапне ӳстерӗ, нумайӑшне вӗсенӗн аллине парӗ, вӗсене ҫӗр парнелесе валеҫсе парӗ.</verse>
				<verse number="40">Юлашки вӑхӑт ҫитӗ — кӑнтӑр патши ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ; ҫурҫӗр патши ӑна ҫил-тӑвӑл евӗр ҫитсе тапӑнӗ — вӑрҫӑ ураписемпе, утлӑ ҫарпа, йышлӑ караппа; вӑл тӗрлӗ ҫӗршыв витӗр талай пек иртсе кайӗ.</verse>
				<verse number="41">Вӑл чи илемлӗ ҫӗршыва пырса кӗрӗ, темӗн чухлӗ ҫӗре тустарса тухӗ, Эдом, Моав тата Аммон ывӑлӗсен пысӑк пайӗ ҫеҫ ун аллинчен сыхланса юлӗ.</verse>
				<verse number="42">Аллине тӗрлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӗ; Египет ҫӗрӗ те хӑтӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="43">Хаклӑ мула — ылтӑн-кӗмӗле, Египетӑн пӗтӗм пуянлӑхне — ярса илӗ; Ливи ҫыннисемпе Эфиопи ҫыннисем ун ури умне ӳкӗҫ.</verse>
				<verse number="44">Анчах тухӑҫран та ҫурҫӗртен ҫитнӗ хыпарсем ӑна хӑратса пӑрахӗҫ те, вӑл, урса кайса, ҫавӑнталла ҫул тытӗ, аркатӗ, ҫӗмӗрӗ вара, нумайӑшне тӗп тӑвӗ;</verse>
				<verse number="45">вӑл хӑйӗн патша чатӑрӗсене тинӗспе мухтавлӑ сӑваплӑ Ҫуртӑн тӑвӗ хушшине карса тухӗ; анчах хӑйӗн вӗҫӗ тӗлне ҫитсе тӑрӗ, ӑна никам та пулӑшмӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне вара Михаил — аслӑ пуҫлӑх, санӑн халӑхна хӳтӗлекенӗ — ҫӗкленӗ, мӗншӗн тесессӗн халиччен пӗр халӑх та курман-пӗлмен хӗн-асап вӑхӑчӗ ҫитӗ; ҫавӑн чухне санӑн халӑху — кӗнекене ҫырса хунисем пурте — ҫӑлӑнса юлӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӗр айӗнче ҫывӑракансем нумайӑшӗ вӑранӗҫ: пӗрисем — ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли, тепӗрисем — ӗмӗрех намӑс курма, мӑшкӑл валли.</verse>
				<verse number="3">Ӑсчахсем тӳпери ҫутӑ пек, нумайӑшне тӗрӗслӗх енне ҫавӑрнисем ҫӑлтӑр пек ялкӑшса тӑрӗҫ — ӗмӗр-ӗмӗре, ӗмӗрлӗхе!</verse>
				<verse number="4">Эсӗ вара, Даниил, ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур; ӑна нумайӑшӗ вулӗ, пӗлӳ ӳсӗ, терӗ вӑл мана.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне эпӗ, Даниил, пӑхрӑм та — акӑ тата иккӗн тӑраҫҫӗ: пӗри — юханшывӑн ку енче, тепӗри — юханшывӑн леш енче.</verse>
				<verse number="6">Вӗсенчен пӗри йӗтӗн тум тӑхӑннӑ артан, юханшыв тӗлӗнче тӑраканскертен, ҫапла ыйтрӗ: ку тӗлӗнтермӗш ӗҫсен вӗҫӗ хӑҫан пулать-ши? терӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ вара йӗтӗн тум тӑхӑннӑскерӗ, юханшыв тӗлӗнче тӑраканскерӗ, мӗнле хуравланине илтрӗм, вӑл икӗ аллине те ҫӗклесе Ӗмӗр-ӗмӗр Пурӑнаканӑн ячӗпе тупа турӗ: пӗр вӑхӑтран, икӗ вӑхӑтран тата ҫур вӑхӑтран, сӑваплӑ халӑхӑн вӑйне текех аркатми пулсассӑн, пӗтӗмпе вӗҫленӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Илтме илтрӗм эпӗ, анчах ӑнланаймарӑм, ҫавӑнпа та: хуҫамӑм! вӗҫӗ мӗнле пулать? тесе ыйтрӑм.</verse>
				<verse number="9">Вӑл ҫапла хуравларӗ: каях, Даниил! ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑтчен пытарса, пичет пусса хунӑ.</verse>
				<verse number="10">Нумайӑшӗ тасалӗ, шуралӗ те сӑнаса тӗрӗслени витӗр тухӗ; йӗркесӗррисем йӗркесӗр хӑтланӗҫ, йӗркесӗррисенчен ҫакна нихӑшӗ те ӑнланаймӗ, ӑсчахсем кӑна ӑнкарса илӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Кулленхи парнене кӳме чарнӑранпа, йӗрӗнчӗк лартса хунӑранпа пин те икҫӗр тӑхӑрвунӑ кун иртӗ.</verse>
				<verse number="12">Пин те виҫҫӗр вӑтӑр пилӗк куна кӗтекен, ӑна кӗтсе илме пултаракан телейлӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ вара хӑвӑн вӗҫӳ еннелле ут. Эсӗ канӑҫ тупӑн, кайран, вӑхӑт вӗҫӗнче, хӑвӑн пайна илме вӑранӑн, терӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="28">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иудейӑра Озия, Иофам, Ахаз, Езекия патшара ларнӑ вӑхӑтра, Израильре Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, патшара ларнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Осияна, Беерия ывӑлне, каланӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Осияна каланӑ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ. Ҫӳлхуҫа Осияна ҫапла каланӑ: кай та хӑвна валли аскӑн арӑмпа аскӑнлӑх ачисене ил; ӗнтӗ ку ҫӗр, Ҫӳлхуҫаран сивӗнсе, хытӑ асса пурӑнать, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара вӑл кайнӑ та Дивлаим хӗрне Гомере качча илнӗ; Гомерь йывӑр ҫын пулнӑ та ӑна ывӑл ача ҫуратса панӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Осияна каланӑ: ачуна Изреель ятлӑ хур, мӗншӗн тесен нумай та вӑхӑт иртмӗ, Эпӗ Изреель юнне Ииуй килӗнчен шыраса илӗп, вара Израиль йӑхӗн патшалӑхне пӗтерсе лартӑп,</verse>
				<verse number="5">ҫав кунхине ҫапла пулӗ: Эпӗ Изреель айлӑмӗнче Израиль уххине ҫапса салатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Гомерь татах йывӑр ҫын пулнӑ та хӗрача ҫуратса панӑ, вара Турӑ Осияна каланӑ: ӑна Лорухама ятлӑ хур: ӗнтӗ урӑх Эпӗ Израиль килне хӗрхенмӗп, ҫавӑнпа ӑна каҫармӑп.</verse>
				<verse number="7">Иуда килне вара хӗрхенӗп те вӗсене хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррин ячӗпе ҫӑлса хӑварӑп: вӗсене ухӑсӑр-мӗнсӗр, хӗҫсӗр-мӗнсӗр, вӑрҫӑсӑр-мӗнсӗр, утсемпе юланутсемсӗр ҫӑлса хӑварӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Каҫарӑнманни ятлӑ хӗрне кӑкӑр пӑрахтарсан, Гомерь каллех йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ каланӑ: ӑна Лоамми ятлӑ хур, мӗншӗн тесессӗн эсир Манӑн халӑхӑм мар, Эпӗ те сирӗн [Туррӑр] пулмӑп.</verse>
				<verse number="10">Анчах Израиль ывӑлӗсем тинӗс хӑйӑрӗ пекех йышлӑ пулӗҫ, хӑйӑр пӗрчине виҫсе тухма та, шутласа тухма та ҫук; «эсир Манӑн халӑхӑм мар» тесе каланӑ ҫӗрте те вӗсене: «эсир чӗрӗ Туррӑн ывӑлӗсем» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Вара Иудӑпа Израиль ывӑлӗсем пӗрле пуҫтарӑнӗҫ те хӑйсем валли пӗр пуҫлӑх лартӗҫ, ӗнтӗ куҫарса кайнӑ ҫӗртен каялла тухӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Изреель кунӗ аслӑ! тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Тӑванӑрсене, пиччӗр-шӑллӑрсене «Манӑн халӑхӑм» тейӗр, аппӑр-йӑмӑкӑрсене «Каҫарӑнни» тейӗр.</verse>
				<verse number="2">Сутлашӑр аннӗрпе, сутлашӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Манӑн арӑм мар, Эпӗ те унӑн упӑшки мар; вӑл хӑйӗн пичӗ ҫинчен аскӑнлӑхне, кӑкӑрӗ ҫинчен аскӑн ӗҫӗсене тасаттӑр,</verse>
				<verse number="3">унсӑрӑн Эпӗ ӑна, хӑй ҫуралнӑ кунхи пек, ҫаппа-ҫарамас тӑвӑп та халӑх умне кӑларса тӑратӑп, унран пушхир, ырхан ҫӗр тӑвӑп, ӑна шывсӑр антӑхтарӑп.</verse>
				<verse number="4">Унӑн ачисене те хӗрхенмӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — аскӑнлӑх ачисем.</verse>
				<verse number="5">Вӗсен амӑшӗ асса пурӑннӑ, вӗсем варта чухнех амӑшӗ хӑйне намӑса кӑларнӑ; вӑл каланӑ: «еркӗнӗмсем хыҫҫӑн кайӑп, вӗсем мана ҫӑкӑр та, шыв та, ҫӑмпа йӗтӗн те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, ӗҫмелли те параҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ ун ҫулне кӳкенпе пӳлсе хурӑп, ун тавра карта ҫавӑрӑп, вара вӑл хӑйӗн сукмакӗсене тупаймӗ,</verse>
				<verse number="7">еркӗнӗсем хыҫҫӑн чупӗ, анчах хӑваласа ҫитеймӗ; вӗсене шырӗ, анчах тупаймӗ, вара: «каям, малтанхи упӑшкам патнех таврӑнам; мана ун чухне хальхинчен аванрахчӗ» тейӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӑкӑрне те, эрехне те, йывӑҫ ҫӑвне те Эпӗ, Эпӗ панине, унӑн кӗмӗлӗпе ылтӑнне те Эпӗ хушӑнтарса тӑнине пӗлмен вӑл, вӗсем вара ҫав кӗмӗлпе ылтӑнтан Ваал кӗлетки турӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакӑншӑн Эпӗ хӑй вӑхӑтӗнче Хамӑн ҫӑкӑра, хӑй вӑхӑтӗнче Хамӑн эрехе каялла илӗп, унӑн ҫара ҫанне витсе тӑракан Хамӑн ҫӑмпа йӗтӗне те туртса илӗп.</verse>
				<verse number="10">Халӗ еркӗнӗсен куҫӗ умӗнче унӑн намӑсне уҫса кӑтартӑп, ӑна никам та Манӑн аллӑмран туртса илеймӗ.</verse>
				<verse number="11">Ун патӗнчи пӗтӗм хаваслӑ шӑв-шава чарса лартӑп, уявӗсене те, ҫӗн уйӑх уявне те, шӑматкунӗсене те, ытти чаплӑ кунӗсене те — пурне те чарса лартӑп.</verse>
				<verse number="12">Унӑн иҫӗм ҫырли аврисене, смоква йывӑҫӗсене ҫаратса хӑварӑп, ҫакӑн ҫинчен вӑл: «ку — еркӗнӗмсем парса тултарнӑ парнесем» тет. Эпӗ вӗсене вӑрман туса хурӑп, вӗсене вара хирти тискер кайӑксем ҫисе ярӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ваалсене пуҫҫапса пурӑннӑ кунсемшӗн Эпӗ ӑна хӗн кӑтартӑп, вӑл вӗсен умӗнче тӗтӗретчӗ, хӑлха ҫаккипе, мӑй ҫыххипе чиперленсе еркӗнӗсем хыҫҫӑн ҫӳретчӗ, Мана вара манса кайрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑнпа акӑ кӑмӑлне ҫавӑрӑп та ӑна пушхире илсе тухӑп, унпа чӗрине вӑратса калаҫӑп.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑнтан ӑна иҫӗм пахчийӗсемпе Ахор айлӑмне парӑп, ҫапла унӑн чӗринче шанчӑк ҫуратӑп; унта вӑл хӑй ҫамрӑк чухнехи пекех, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухнехи пекех, юрлӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав кунхине ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ Мана «упӑшкам» тесе чӗнме пуҫлӑн, урӑх вара Мана «Ваали» тесе чӗнмӗн.</verse>
				<verse number="17">Ваалсен ячӗсене унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен пистерӗп, ӳлӗмрен вара вӗсен ячӗсене асӑнма та пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Ҫав вӑхӑтра вӗсемшӗн хирти тискер кайӑксемпе, вӗҫен кайӑксемпе, ҫӗр ҫинчи ҫӗлен-калтапа килӗшӳ тӑвӑп; ҫав ҫӗр ҫинче ухха та, хӗҫе те, вӑрҫа та пӗтерӗп, ҫапла вӗсене сыхлӑхра усрӑп.</verse>
				<verse number="19">Сана Хам валли ӗмӗрлӗхе ҫураҫӑп, Эпӗ сана Хам валли чӑнлӑхӑмпа тата тӳрӗ сутӑмпа, ырӑлӑхӑмпа тата хӗрхенекен кӑмӑлӑмпа ҫураҫӑп.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ сана Хам валли тӳрӗлӗхпе ҫураҫӑп, эсӗ вара Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗн.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑ кун ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ илтӗп, тӳпене илтӗп, вӑл вара ҫӗре илтӗ,</verse>
				<verse number="22">ҫӗрӗ ҫӑкӑра, иҫӗм эрехне, йывӑҫ ҫӑвне илтӗ; кусем вара Изрееле илтӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Хам валли ҫӗр ҫине акӑп та ӑна — Каҫарӑнманнине каҫарӑп, Хамӑн мар халӑха: «эсӗ — Манӑн халӑх» тейӗп, вӑл вара: «Эсӗ — манӑн Туррӑм!» тейӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тата тепре кай, аскӑнланса ҫӳрекене, анчах упӑшки юратакан хӗрарӑма, юрат, эсӗ ӑна Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене юратнӑ пек юрат, вӗсем вара урӑх турӑсем енне ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫавсенӗн иҫӗм ҫырли пашалӑвӗсене юратаҫҫӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ ҫав хӗрарӑмпа вунпилӗк кӗмӗл укҫалла, пӗр хомер урпалла тата ҫур хомер урпалла килӗшрӗм те</verse>
				<verse number="3">каларӑм: нумай кунлӑха юл ман патӑма; ан аскӑн, урӑххипе ан пул; эпӗ те санпа ҫеҫ пулӑп, терӗм.</verse>
				<verse number="4">Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем нумай вӑхӑтлӑха патшапа тӳресӗр, парнесӗр, парне вырӑнӗсӗр, ефодпа терафимсӑр тӑрса юлӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем Турӑ енне ҫаврӑнӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине тата Давида, хӑйсен патшине, шырӗҫ, юлашки кунсенче Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн ырӑлӑхӗ умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эй Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сут тӑвать, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче чӑнлӑх та, хӗрхенни те, Турра пӗлни те ҫук.</verse>
				<verse number="2">Ҫав тери суя тупа тӑвасси те улталасси, вӗлересси те вӑрласси, аскӑн ӗҫ тӑвасси сарӑлчӗ, юн хыҫҫӑн юн тӑкӑнать.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑншӑн ҫак ҫӗр макӑрса ярӗ, ун ҫинче пурӑнакансем, хирти тискер кайӑксемпе, вӗҫен кайӑксемпе пӗрле, халтан кайӗҫ, тинӗс пуллисем те пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Анчах никам та ан тавлаштӑр, никам та тепӗрине ан питлетӗр; санӑн халӑху вара — священникпа тава кӗрекенсем пекех.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ кӑнтӑрла ӳксе вилӗн, санпа пӗрлех ҫӗрле пророк та ӳкӗ, санӑн аннӳне те тӗп тӑвӑп.</verse>
				<verse number="6">Манӑн халӑхӑм Турра сахал пӗлнӗшӗн тӗп пулӗ: эсӗ саккуна йышӑнмарӑн, ҫавӑнпа Эпӗ те сана Хамӑн умӑмра ӗҫлесе тӑма памӑп; эсӗ хӑвӑн Туррун саккунне маннӑ пекех, Эпӗ те санӑн ачусене манӑп.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем мӗн чухлӗ ытларах йышлӑланса пыраҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах Мана хирӗҫ ҫылӑха кӗреҫҫӗ; вӗсен чапне чапсӑрлӑха кӑларӑп.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем Манӑн халӑхӑм ҫылӑхӗпе тӑранса пурӑнаҫҫӗ, вӗсен чунӗсем йӗркесӗрлӗх енне туртӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Халӑха мӗн пулӗ, священника та ҫавах пулӗ; ӑна та хӑйӗн ҫулне кура хаса парӑп, хӑйӗн ӗҫне кура тавӑрса парӑп.</verse>
				<verse number="10">Ҫийӗҫ те — тӑранаймӗҫ; аскӑнса пурӑнӗҫ те — хунаймӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсен чӗрисене аскӑнлӑх, эрех, ӗҫкӗ-ҫикӗ парӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм хӑйӗн йывӑҫӗнчен ыйтать, ӑна хӑйӗн туйи хурав парать: вӗсене аскӑнлӑх сывлӑшӗ аташтарса янӑ, аскӑнланса вӗсем хӑйсен Туррине пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем ту тӑррисенче парне кӳреҫҫӗ, сӑрт тӳпемӗсенче юман айӗнче, тирекпе теревинф йывӑҫӗ айӗнче тӗтӗркӗчпе тӗтӗреҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав йывӑҫсем айӗнче сулхӑнӗ лайӑх; ҫавӑнпа сирӗн хӗрӗрсем асаҫҫӗ, кинӗрсем аскӑн ӗҫ тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ сирӗн хӗрӗрсене аснӑ чухнехишӗн, кинӗрсене аскӑн ӗҫ тунӑ чухнехишӗн айӑплама пӑрахӑп, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр аскӑн арӑмсем майлӑ, аскӑнчӑксемпе пӗрле парне кӳретӗр, тӗттӗм халӑх вара пӗтсе пырать.</verse>
				<verse number="15">Израиль, эсӗ асса пурӑнатӑн пулсан, Иуда ҫылӑха ан кӗтӗрччӗ; Галгала ан ҫӳрӗр, Беф-Авена ан улӑхӑр, «Ҫӳлхуҫа пур!» тесе тупа ан тӑвӑр.</verse>
				<verse number="16">Израиль ӗнтӗ чӑхӑм тына пекех тӳрменленет; ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа халӗ вӗсене путексене ирӗклӗ ҫаранта кӗтнӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ-ши?</verse>
				<verse number="17">Ефрем йӗрӗхсене иленнӗ; пӑрах ӑна!</verse>
				<verse number="18">Вӗсем ӗҫке ерни йӗрӗнтерет, пӗтӗмпех аскӑна тухса кайрӗҫ; вӗсен улпучӗсем намӑс ӗҫе юратаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Акӑ вӗсене ҫил хӑйӗн ҫуначӗсемпе ҫавӑрса илӗ те, вӗсем хӑйсен парнисенчен хӑйсемех намӑсланӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эй священниксем, итлӗр ҫакна, эй Израиль килӗ, тӑнла, патша килӗ, хӑлхуна тай: ӗнтӗ сире сут тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен эсир Массифӑри таната, Фавор тӑвӗ ҫине карса хунӑ серепе пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем пуҫӗпех асӑху ӑшне путрӗҫ; Эпӗ вӗсене пурне те хаса парӑп.</verse>
				<verse number="3">Ефреме Эпӗ пӗлетӗп, Израиль те Манран пытанаймасть; Ефрем, эсӗ асатӑн, Израиль те ирсӗрленчӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӗҫӗсем вӗсене хӑйсен Турри енне ҫаврӑнма чӑрмантараҫҫӗ, ӗнтӗ аскӑну сывлӑшӗ вӗсен ӑшнех вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитеймен.</verse>
				<verse number="5">Вӗсен куҫӗ умӗнче Израиль мӑнаҫлӑхне мӗскӗне кӑларчӗҫ; Израиль те, Ефрем те хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн пӗтӗҫ; вӗсемпе пӗрле Иуда та пӗтӗ.</verse>
				<verse number="6">Хӑйсен сурӑхӗсемпе, хӑйсен вӑкӑрӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана шырама кайӗҫ те — Ӑна тупаймӗҫ: Вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем Ҫӳлхуҫана улталанӑ, мӗншӗн тесен ют ачасем ҫуратнӑ; халӗ ҫӗнӗ уйӑх вӗсене пурлӑхӗ-мӗнӗпех ҫисе ярӗ.</verse>
				<verse number="8">Гивӑра какӑр кӑшкӑртӑр, Рамӑра трупа кӑшкӑртӑр; Беф-Авенра: «Вениамин, сан хыҫҫӑн!» тесе йыхравлӑр.</verse>
				<verse number="9">Хаса панӑ кун Ефрем пушхир пулса тӑрӗ; Эпӗ ҫакна Израиль йӑхӗсем хушшинче пӗлтерсе хунӑ.</verse>
				<verse number="10">Иуда ҫулпуҫӗсем чикӗ куҫаракан пекех пулса кайнӑ: Хамӑн ҫиллӗме вӗсем ҫине шыв пек тӑкӑп.</verse>
				<verse number="11">Ефрем терт курать, сутпа айӑпланнӑ: вӑл пӑтрашакансем хыҫҫӑн ҫӳресшӗн пулчӗ.</verse>
				<verse number="12">Ефремшӗн кӗве пек, Иуда килӗшӗн шӗкӗ пек пулӑп.</verse>
				<verse number="13">Вара Ефрем хӑйӗн чирне, Иуда хӑйӗн суранне курчӗ, Ефрем Ассур патне кайрӗ, Иарев патша патне ҫын ячӗ; анчах вӑл сире сыватма пултараймӗ, сирӗн сурансене сиплеймӗ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ ӗнтӗ Ефремшӗн арӑслан пек, Иуда килӗшӗн ҫамрӑк арӑслан пек пулӑп; Эпӗ, Эпӗ туртса ҫурӑп та кайӑп; йӑтӑп та кайӑп — никам та ҫӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="15">Кайӑп, Хамӑн вырӑнӑма таврӑнӑп, вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑничченех, Манӑн сӑнӑма шыраса тупичченех унта пулӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Хуйхӑ ҫитсен вӗсем ирхине ирех Мана шырама пуҫлӗҫ: «каяр, Ҫӳлхуҫа патнех таврӑнар! Вӑл сусӑрланӑ — Вӑлах сиплӗ пире, Вӑл амантнӑ — Вӑлах суранӑмӑрсене ҫыхса ярӗ.</verse>
				<verse number="2">Пире икӗ кунран чӗртӗ те виҫҫӗмӗш кунхине ура ҫине тӑратӗ, вара Унӑн сӑнӗ умӗнче пурӑнӑпӑр.</verse>
				<verse number="3">Пӗлӗпӗр ҫапла, Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑпӑр; Вӑл курӑнни — ирхи шуҫӑм пекех. Вӑл пирӗн патӑмӑра ҫумӑр пек килӗ, ҫӗре кайранхи ҫумӑр пек шӑварӗ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Мӗн тӑвам сана, Ефрем? Мӗн тӑвам сана, Иуда? сирӗн сӑваплӑхӑр — ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене пророксем урлӑ чутларӑм, Хамӑн сӑмахӑмпа питлерӗм, сутӑм вара Манӑн — ҫӗкленекен ҫутӑ пекех.</verse>
				<verse number="6">Мана парне кирлӗ мар, эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнинчен ытларах Турра пӗлни кирлӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем вара, Адам пек, халалӑма пӑсрӗҫ, унта Мана улталарӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Галаад — йӗркесӗр ҫынсенӗн хули, вӑл юнпа вараланнӑ.</verse>
				<verse number="9">Вӑрӑ-хурах ҫынна сыхласа тӑнӑ пек, священниксен эшкерӗ Сихем ҫулӗ ҫинче ҫын вӗлерет, ирсӗр ӗҫ тӑвать.</verse>
				<verse number="10">Израиль килӗнче Эпӗ тискер ӗҫ куратӑп; унта Ефрем асса пурӑнать, Израиль ирсӗрленнӗ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ Хамӑн халӑхӑма тыткӑнран тавӑрсан, Иуда, саншӑн та вырас вӑхӑт ҫитӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Эпӗ Израиле сипленӗ чухне Ефремӗн тӗрӗсмарлӑхӗ курӑнчӗ, Самари усаллӑхӗ палӑрчӗ: вӗсем суйса-улталаса пурӑнаҫҫӗ; киле вӑрӑ кӗрет, урамра хурах ҫаратать.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ вӗсен пур усал ӗҫне те астуса тӑни ҫинчен вӗсем аса та илмеҫҫӗ; халӗ вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫавӑрса илет; вӗсем Манӑн умӑмра.</verse>
				<verse number="3">Хӑйсен усал ӗҫӗпе вӗсем патшана, ултавлӑ ӗҫӗсемпе аслӑ пуҫлӑхсене савӑнтараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Аскӑнлӑхпа пурте вӗсем ҫӑкӑр пӗҫерекен хутса янӑ кӑмака пекех хӗмленеҫҫӗ, вӑл кӑмакари ҫулӑма ҫӑрнӑ чусти хӑпариччен ҫеҫ чакарать.</verse>
				<verse number="5">«Пирӗн патшамӑр кунӗ!» теҫҫӗ улпутсем, эрехпе чире кайичченех хӗрнӗскерсем; патши вара мӑшкӑлҫӑсене алӑ тӑсса парать.</verse>
				<verse number="6">Чеелӗхӗпе вӗсем хӑйсен чӗрине кӑмака пекех туса яраҫҫӗ: ҫӑкӑрне пӗҫерекенӗ ҫӗрӗпе ҫывӑрать, ирпе вара кӑмаки ялкӑшсах ҫунать.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем пурте кӑмака пек хӗрсе ҫитнӗ, хӑйсен тӳрисене ҫиеҫҫӗ; патшисене пурне те сирпӗтеҫҫӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те Мана йӑлӑнмасть.</verse>
				<verse number="8">Ефрем ытти халӑхсемпе хутшӑнса кайнӑ, Ефрем ҫавӑрса лартман ҫӑкӑр пекех пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ютсем унӑн вӑйне ӗмсе тӑнӑ — вӑл ӑна сисмен; ӗнтӗ ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ — ҫакна хӑй те пӗлмест.</verse>
				<verse number="10">Вӗсен куҫӗ умӗнче Израиль мухтавӗ кӗҫӗне юлчӗ, ҫапах та вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнмарӗҫ, Ӑна шырамарӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ефрем ӗнтӗ, ӑссӑр кӑвакарчӑн пекех, чӗресӗр юлчӗ: Египет ҫыннисене пулӑшӑва чӗнеҫҫӗ, Ассирие ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Кайма тухсанах Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн серепеме ывӑтӑп; вӗсене вӗҫен кайӑксене ӳкернӗ пек чӑлхантарса ӳкерӗп; хӑйсен пухӑвӗ илтсе тӑнӑ пек, вӗсене хаса парӑп.</verse>
				<verse number="13">Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн; вилӗм ҫитӗ вӗсене Манран уйрӑлнӑшӑн! Эпӗ вӗсене ҫӑлса пытӑм, вӗсем вара Ман ҫинчен суеҫтерсе калаҫрӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Хӑйсен вырӑнӗ ҫинче кӑшкӑрашнӑ чухне Мана чӗререн тархасламарӗҫ; ҫӑкӑрпа эрехшӗн пухӑнаҫҫӗ, Манран вара аяккалла кайса пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ вӗсене ӑс патӑм, вӑйне ҫирӗплетрӗм — вӗсем Мана хирӗҫ усал шухӑш тытрӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем тархасламан мар, анчах Ҫӳлти Турра мар, вӗсем тӗл пемен ухӑ пек пулчӗҫ; чӗлхине чарманшӑн вӗсен пуҫлӑхӗсем хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ; вара Египет ҫӗрӗнче вӗсенчен мӑшкӑлласа кулӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Туту тӗлне трупа тыт! Манӑн халала пӑснӑшӑн, Манӑн саккунӑмран тухнӑшӑн Ҫӳлхуҫа килӗ ҫине ӑмӑрткайӑк пек тапӑнӗҫ!</verse>
				<verse number="2">Мана чӗнсе тархаслӗҫ: «эй Турӑҫӑм! эпир Сана ӑнланса ҫитрӗмӗр, эпир — Израиль» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Израиль ыррине пӑрахрӗ; ӗнтӗ тӑшман канӑҫ памӗ ӑна.</verse>
				<verse number="4">Патшисене хӑйсемех, Мансӑрӑнах, лартатчӗҫ; тӳрисене Мана пӗлтермесӗрех лартса тӑчӗҫ; хӑйсен кӗмӗлӗпе ылтӑнӗнчен хӑйсем валли йӗрӗхсем турӗҫ: вилӗмӗ вӗсен ҫавӑнтан ҫитӗ.</verse>
				<verse number="5">Пӑрӑву пӑрахрӗ сана, Самари! Вӗсем ҫине ҫиллӗм капланса килчӗ Манӑн; хӑҫанччен тасалаймӗҫ-ши вӗсем?</verse>
				<verse number="6">Вӑл та — Израиль ӗҫӗ: алӑсти тунӑ ӑна, ҫавӑнпа вӑл турӑ мар; Самари пӑрӑвӗ ванчӑк купи пулӗ!</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ вӗсем ҫил акрӗҫ пулсан, тӑвӑл пуҫтарса илӗҫ: ани ҫинче вырмалли те пулмӗ; тырӑ пӗрчинчен ҫӑнӑх тухмӗ, тухсан та ҫичӗ ют ҫисе ярӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиле ҫӑтса янӑ; халӗ вӗсем халӑхсем хушшинче юрӑхсӑр савӑт пек пулӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Пӗччен ҫӳрекен хир ашакӗ пек, вӗсем Ассур патне кайрӗҫ; Ефрем парне пара-пара ырӑ ят шырарӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем ытти халӑхсене парнесем яра-яра пачӗҫ пулсан та, Эпӗ вӗсене часах пуҫтарса илӗп, вӗсем вара улпутсен патши хӗсӗрленипе асапланма пуҫлӗҫ:</verse>
				<verse number="11">ҫылӑха кӗмешкӗн Ефрем парне вырӑнӗ нумай туса тултарчӗ, ҫав парне вырӑнӗсем ӑна ҫылӑха анчах кӗртрӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ун валли Эпӗ чи кирлӗ саккунсем ҫыртӑм, анчах вӗсене вӑл ют саккунсем вырӑнне хучӗ.</verse>
				<verse number="13">Мана парне кӳнӗ чухне вӗсем аш илсе килеҫҫӗ те ҫавна ҫиеҫҫӗ; Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ мар вӗсем; халӗ Вӑл вӗсенӗн йӗркесӗрлӗхне астуса илӗ те вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн хаса парӗ: вӗсем Египета таврӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Манчӗ Израиль хӑйне Пултаракана, йӗрӗх ҫурчӗсем туса тухрӗ; Иуда та тӗреклӗлетнӗ хула нумай лартса тултарчӗ; анчах Эпӗ унӑн хулисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн керменӗсене ҫунтарса ярӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Эй Израиль, ытти халӑхсем пек, каҫса кайсах ан хӗпӗрте: эсӗ хӑвӑн Туррунтан пӑрӑнса асса пурӑнатӑн; хӑвӑн аскӑн ӗҫӳсемшӗн эсӗ пур йӗтем ҫинчен те парне илме юрататӑн.</verse>
				<verse number="2">Йӗтемпе ҫу юхтаркӑчӗ вӗсене тӑрантарас ҫук, иҫӗм сӗткенне шанса тӑни те вӗсемшӗн кӑлӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗ ҫинче пурӑнаймӗҫ; Ефрем Египета таврӑнӗ, Ассирире тасамаррине ҫийӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа умӗнче парне ҫине эрех юхтармӗҫ, Ӑна юрӑхлӑ парнесем пулмӗҫ; унти ҫӑкӑр вӗсемшӗн виле пытарнӑ чухнехи ҫӑкӑр пек пулӗ: ӑна ҫиекенсем пурте ирсӗрленӗҫ: унти ҫӑкӑр — хӑйсен чунӗ валли, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗреймӗ вӑл.</verse>
				<verse number="5">Чаплӑ кун тата Ҫӳлхуҫа уявӗн кунӗнче мӗн тӑвӑр-ши эсир?</verse>
				<verse number="6">Акӑ ӗнтӗ вӗсем, ҫӗр пушанса юлнипе, тухса кайӗҫ; Египет пуҫтарӗ вӗсене, Мемфис хули пытарӗ; вӗсен кӗмӗлтен тунӑ хаклӑ япалисене вӗлтӗрен пусса илӗ, чатӑрӗсенче йӗплӗ кӳкен ӳсӗ.</verse>
				<verse number="7">Килсе пӑхас кунсем ҫитрӗҫ, тавӑрса парас кунсем ҫитрӗҫ; Израиль пӗлсе тӑтӑр, санӑн йӗркесӗр ӗҫӳ нумай пулнӑран, санӑн курайманлӑху пысӑк пулнӑран пулассине пӗлекенӗ ухмаха юлчӗ, хавха сӑмах калатӑп теекенӗ ӑссӑра юлчӗ.</verse>
				<verse number="8">Ефрем — манӑн Туррӑм ҫумӗнчи сыхлавҫӑ; пророк — унӑн мӗнпур ҫулӗ ҫине карса тухнӑ кайӑкҫӑ серепи; илӗртсе тӑраканни — унӑн Туррийӗн Ҫуртӗнче.</verse>
				<verse number="9">Тӗпнех ӳкрӗҫ вӗсем, Гива кунӗсенчи пекех асӑхса кайрӗҫ; Турӑ вӗсен йӗркесӗрлӗхне аса илӗ, ҫылӑхӗсемшӗн вӗсене хаса парӗ.</verse>
				<verse number="10">Пушхирти иҫӗм ҫырли пек пулчӗ Маншӑн Израиль; смоква йывӑҫӗн малтанхи ҫырли пек, тин пиҫсе ҫитнӗ ҫырли пек, курӑнчӗҫ Мана сирӗн аҫӑрсем, анчах вӗсем Ваал-Фегор патне кайрӗҫ те намӑс ӗҫе тытӑнчӗҫ, хӑйсем те, хӑйсем саваканни пекех, ирсӗре тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ефрем йӑхӗн чапӗ, хунавлӑ пулнипе чапа тухни, кайӑк пек вӗҫсе ҫухалӗ; арӑмӗсем ҫуратаймӗҫ те, йывӑр ҫын та пулаймӗҫ, вӗсен ҫие те юлмӗ.</verse>
				<verse number="12">Ачисене пӑхса ӳстерсен те, вӗсене турта-турта илӗп; Эпӗ пӑрахса кайсан, вӗсене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="13">Ефрем йӑхӗ, Эпӗ ӑна Тир таран курнӑ пек, ытарайми лайӑх ҫӗр ҫине вырӑнаҫнӑ; анчах Ефрем хӑйӗн ачисене ҫынвӗлерен патне илсе тухӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫамӑм, парсамччӗ ҫавсене: Эсӗ вӗсене мӗн парӑн? вӗсене хӗсӗр варпа типнӗ кӑкӑр парсамччӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсен пӗтӗм усаллӑхӗ — Галгалра: унта Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемшӗн курайми пултӑм; вӗсене Хамӑн килӗмрен хӑваласа ярӑп, урӑх вӗсене юратмӑп; вӗсен пуҫлӑхӗсем пурте — Турӑран хӑпнӑскерсем.</verse>
				<verse number="16">Ефрем сусӑрланнӑ; вӗсен тымарӗ типнӗ; ача ҫуратасси пулмӗ, ытах ҫуратсассӑн та, Эпӗ вӗсен варӗнчен тухнине, тӗмсӗлсе кӗтнӗскерне, вӗлерӗп.</verse>
				<verse number="17">Манӑн Туррӑм вӗсене йышӑнмӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Ӑна итлемерӗҫ — ӗнтӗ вӗсем халӑхсем хушшинче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Израиль — ҫӑра туратлӑ иҫӗм йывӑҫӗ, хӑй валли йышлӑ ҫырла ӳстерет: ҫырли мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах чӳк вырӑнӗ тӑвать; ҫӗрӗ мӗн чухлӗ пахарах, вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсене ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах илемлетеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсен чӗрисем икке пайланчӗҫ, ҫавӑншӑн хаса парӗҫ те вӗсене: Турӑ вӗсен чӳк вырӑнӗсене ишсе антарӗ, йӗрӗхӗсене аркатса тӑкӗ.</verse>
				<verse number="3">Халӗ вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «патша ҫук пирӗн, эпир Ҫӳлхуҫаран хӑрамарӑмӑр та, патша мӗнех тӑвайӗ вӑл пире?» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, суя тупа тӑваҫҫӗ, килӗшӳ тӑваҫҫӗ; ҫавӑнпа, ана ҫинчи наркӑмӑшлӑ курӑк пек, вӗсемшӗн сут килсе ҫитӗ.</verse>
				<verse number="5">Самарире пурӑнакансем Беф-Авенри пӑру кӗлеткишӗн хӑраса ӳкӗҫ; уншӑн халӑх макӑрӗ, малтан савӑннӑ чӳк пуҫӗсем те унӑн чапӗ сӳннӗшӗн хурланса йӗрӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Пӑру кӗлеткине хӑйне Иарев патша валли парне памашкӑн Ассирие ӑсатӗҫ; Ефрем намӑс курӗ, хӑй тытнӑ шухӑшӗ Израиле мӑшкӑла хӑварӗ.</verse>
				<verse number="7">Самари патши шыв ҫинчи кӑпӑк пек ҫухалӗ.</verse>
				<verse number="8">Израиль ҫылӑхӗ — Авенри тӳпем вырӑнсем — тӗп пулӗҫ; вӗсен чӳк вырӑнӗсем пулнӑ ҫӗрте йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑкӗ ӳссе ларӗ, вара вӗсем тусене: «хупласа илӗр пире» тейӗҫ, сӑртсене: «йӑтӑнса анӑр пирӗн ҫине!» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Израиль, Гива хулинче тунӑ ҫылӑхран та пысӑкрах ҫылӑха кӗтӗн эсӗ; унта вӗсем тытӑнса юлчӗҫ-ха; Гаваонра усаллӑх ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫӑ вӗсем патне ҫитеймерӗ.</verse>
				<verse number="10">Хам кӑмӑлӑма кура хаса парӑп вӗсене, вӗсене хирӗҫ халӑхсем пуҫтарӑнса тухӗҫ, икӗ усал ӗҫ тунӑшӑн тӑллӗҫ вӗсене.</verse>
				<verse number="11">Ефрем — ӗҫе вӗрентнӗ, авӑн ҫапма хӑнӑхнӑ пӑру, Эпӗ Хамах унӑн хулӑн мӑйне сӳсмен тӑхӑнтартӑп; Ефреме утланса ҫӳреме тытӑнӗҫ, Иуда сухаласа пырӗ, Иаков сӳрелӗ.</verse>
				<verse number="12">Тӳрӗлӗх акӑр, вара ырӑлӑх вырса илетӗр; ҫерем сухалӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана шырама вӑхӑт ҫитрӗ; Хӑй килсессӗн Вӑл сирӗн ҫине, ҫумӑр ҫунӑ пек, чӑнлӑх ҫутартӑр.</verse>
				<verse number="13">Эсир усаллӑх акса ӳстертӗр, халь йӗркесӗрлӗх вырса илетӗр, ултав ҫимӗҫне ҫиетӗр, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн ҫулна, йышлӑ ҫарна шанса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Санӑн халӑху хушшинче пӑтрану пулса иртӗ, санӑн мӗнпур тӗрекӳ Салман патша вӑрҫӑ кунӗнче Бет-Арбел хулине аркатса тӑкнӑ пек арканӗ: ун чухне амӑшне ачисемпе пӗрле вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="15">Виҫесӗр ҫылӑхӑрсемшӗн Вефиль сире акӑ мӗн кӑтартӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Израиль патши шурӑмпуҫ килнӗ чухне тӗп пулӗ! Израиль ҫамрӑк чухне Эпӗ ӑна юрататтӑм, Хамӑн ывӑлӑма Египетран чӗнсе тухрӑм.</verse>
				<verse number="2">Вӗсене чӗннӗ, анчах вӗсем айккинелле пӑрӑнатчӗҫ, Ваалсене парне кӳретчӗҫ, йӗрӗхсем умӗнче тӗтӗретчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ефреме Эпӗ Хам утма вӗрентнӗ, ӑна Хамӑн аллӑм ҫинче йӑтса ҫӳренӗ, анчах вӗсем Эпӗ хӑйсене сипленине ӑнланмарӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫын пек пулса, ҫынла юратса илентертӗм Эпӗ вӗсене, вӗсемшӗн ҫӑварӗнчен ҫӑварлӑх хывса илекенӗ пек пултӑм, вӗсене ачашшӑн ҫимӗҫ хура-хура патӑм.</verse>
				<verse number="5">Вӑл Египета таврӑнмӗ, анчах Ассур — вӑл унӑн патши пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Ман енне ҫаврӑнасшӑн пулмарӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Унӑн хулисем ҫине хӗҫ ӳкӗ, хула хапхисене аркатӗ, вӗсене хӑйсем тытнӑ шухӑша пула тӗп тӑвӗ.</verse>
				<verse number="7">Мана пӑрахса Манӑн халӑхӑм пӑнтӑхрӗ, вӗсене ҫӳлелле чӗнеҫҫӗ пулин те, вӗсем кар ҫӗкленеймеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Мӗн тӑвам-ха сана, Ефрем? мӗнле тавӑрам-ха сана, Израиль? Сана Адама хулине пӗтернӗ пек пӗтерем-и, Севоим хулине кӑтартнине кӑтартам-и? Ӗнтӗ чӗрем вырӑнтан хускалчӗ, пӗтӗм чунтан хӗрхенессӗм килет!</verse>
				<verse number="9">Хаяр ҫиллӗм хыҫҫӑн каймӑп, Ефрема пӗтермӗп: Эпӗ — Турӑ, этем мар; сан хушшунта — Святой; Эпӗ хулана кӗмӗп.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн кайӗҫ; Вӑл, арӑслан пек, сасӑ парӗ те, Хӑйӗн сассине парӗ те Вӑл, Ун патне Израиль ывӑлӗсем анӑҫран шартах сиксе хускалӗҫ,</verse>
				<verse number="11">Египетран кайӑксем пек, Ассири ҫӗрӗнчен кӑвакарчӑнсем пек тапранса тухӗҫ, вӗсене Эпӗ хӑйсен ҫурчӗсенех вырӑнаҫтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Ефрем Мана суяпа, Израиль килӗ ултавпа хупӑрларӗ; Иуда Турӑран уйрӑлманччӗ-ха — сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле шанчӑклӑ тӑратчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ефрем ҫил хӑвалать, тухӑҫ ҫилне тытасшӑн, кунсерен улталанӑҫем улталать, ҫаратнӑҫем ҫаратать; вӗсем Ассурпа килӗшӳ тӑваҫҫӗ, Египета йывӑҫ ҫӑвӗ турттараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="2">Анчах Ҫӳлхуҫа Иудӑна та сут тӑвӗ, Вӑл Иаков патне те ҫитӗ, ӑна ӗҫне кура тавӑрса парӗ.</verse>
				<verse number="3">Амӑшӗн варӗнчех вӑл хӑйӗн пиччӗшне тапкаласа пӗтернӗ, ҫитӗнсен вара Турӑпа кӗрешнӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл Ангелпа кӗрешнӗ — ҫӗнтернӗ; йӗнӗ, Ӑна тархасланӑ; Вӑл пире Вефильре тупнӑ та ҫавӑнта пирӗнпе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа вӑл — Саваоф Турӑ; Унӑн ячӗ — Пурри [Яхве].</verse>
				<verse number="6">Эсӗ те хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн; хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхлӗ пул, яланах хӑвӑн Турруна шанса тӑр.</verse>
				<verse number="7">Ханаан ҫынни хӑйӗн аллинчи тӗрӗс мар тарасипе ҫынна кӳрентерме юратать;</verse>
				<verse number="8">Ефрем те ҫапла калать: «ҫапах та эпӗ пуйса кайрӑм; хам валли пурлӑх пухса тултартӑм; апла пулин те манӑн пӗтӗм ӗҫӗмре саккуна хирӗҫли, ҫылӑх шутне кӗрекенни, нимӗн те тупаймӗҫ» тет.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ вара Египет ҫӗрӗнчен пуҫласах санӑн Ҫӳлхуҫа Турру, уяв кунӗсенчи пек, сана каллех хӳшӗсене вырӑнаҫтарӑп.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ пророксем урлӑ каларӑм, вӗсене тӑтӑшах курӑнтӑм, пророксем урлӑ ытарлӑн каларӑм.</verse>
				<verse number="11">Галаад ӗнтӗ Авен пулса кайрӗ пулсан, вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ; Галгалра парне пама пӑрусем пусатчӗҫ, вӗсенӗн парне вырӑнӗсем ана йӑранӗсем ҫинчи чул куписем евӗрлехчӗ.</verse>
				<verse number="12">Иаков Сири хирне тарчӗ, Израиль арӑмшӑн ӗҫлесе тӑчӗ, арӑмшӑн сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.</verse>
				<verse number="13">Пророк урлӑ Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухрӗ, пророк урлах Вӑл ӑна сыхларӗ.</verse>
				<verse number="14">Ефрем Ҫӳлхуҫана хытӑ тарӑхтарчӗ, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа унӑн юнне ун ҫинчех хӑварӗ, унӑн мӑшкӑлне ун ҫинех ҫавӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ефрем каланӑ чухне пурте чӗтресе тӑратчӗҫ. Израильре вӑл мухтавлӑччӗ; анчах Ваала пула айӑпа кӗчӗ те тӗп пулчӗ.</verse>
				<verse number="2">Халӗ вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗ ҫумне татах ҫылӑх хушрӗҫ: хӑйсем ӑнланнӑ пек, кӗмӗлӗнчен хӑйсем валли йӗрӗх шӑратса турӗҫ, — ку пӗтӗмпех алӑстисен ӗҫӗ, — ӗнтӗ парне кӳрекен ҫынсене калаҫҫӗ: «пӑрусене чуптӑвӑр!» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑншӑн вӗсем ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек, йӗтем ҫинчен вӗҫекен хывӑх пек, мӑрьерен тухакан тӗтӗм пек пулӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Анчах Эпӗ — Египетран пуҫласах санӑн Ҫӳлхуҫа Турру; санӑн, Мансӑр пуҫне, урӑх турра пӗлмелле мар; Мансӑр пуҫне урӑх ҫӑлакан ҫук.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сана пушхирте, шывсӑр антӑхакан ҫӗр ҫинче, пӑхрӑм-упрарӑм.</verse>
				<verse number="6">Кӗтӳлӗхсем пуррипе вӗсем тутӑ пурӑнчӗҫ; тӑранса ҫитмессерен вара вӗсем мӑнкӑмӑлланса каятчӗҫ, ҫавӑнпа Мана манса каятчӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ Эпӗ вӗсемшӗн арӑслан пек пулӑп, ҫул хӗрринче ҫамрӑк арӑслан пек сыхласа тӑрӑп.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем ҫине ҫурисене ҫухатнӑ упа ами пек тапӑнӑп, вӗсен кӑкӑрне турта-турта ҫурӑп, арӑслан ами пек, вӗсене ҫавӑнтах ҫисе ярӑп; вӗсене хирти тискер кайӑксем туласа тӑкӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Израиль, эсӗ хӑвна тӗп турӑн, санӑн тӗрекӳ Эпӗ анчах!</verse>
				<verse number="10">Ӑҫта халӗ санӑн патшу? Ҫӑлса хӑвартӑр вӑл сана мӗнпур хулунта! Тӳрӳсем ӑҫта санӑн? Вӗсене эсӗ: «пире патшапа пуҫлӑхсем парсамччӗ» тееттӗн.</verse>
				<verse number="11">Вара, ҫилленсе ҫитсе, Эпӗ сана патша патӑм, тарӑхса кайса, ӑна каялла туртса илтӗм.</verse>
				<verse number="12">Ефремӗн йӗркесӗр ӗҫӗсем пӗр ҫыхха ҫыхӑннӑ, унӑн ҫылӑхӗ сыхланса юлнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ача ҫуратаканӑн асапӗ ҫитӗ ӑна: вӑл — айван ывӑл, унсӑрӑн ҫапла, нумай вӑхӑт хушши, вартан тухакан ача пек тӑхтаса тӑмӗччӗ.</verse>
				<verse number="14">Тамӑк аллинчен хӑтарӑп Эпӗ вӗсене, вилӗмрен ҫӑлӑп вӗсене. Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? Эй тамӑк! ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ? Эпӗ ҫакӑншӑн ӳкӗнмӗп.</verse>
				<verse number="15">Ефрем хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче ӗрчевлӗ пулин те, тухӑҫ ҫилӗ килсен, пушхиртен Ҫӳлхуҫа ҫилӗ ҫӗкленсен унӑн ҫӑлӗ типсе ларӗ, ҫӑлкуҫӗ иксӗлсе юлӗ; ҫав ҫил мӗнпур хаклӑ савӑт управӑшне пушатса хӑварӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Самари пушанса юлӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн Туррине хирӗҫ тӑчӗ; вӗсем хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ; вӗсенӗн кӑкӑр ачисене ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, йывӑр ҫын пулнӑ арӑмӗсене касса ваклӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Израиль, хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн: эсӗ хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пула ӳкрӗн.</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑрпа пӗрле кӗлӗ сӑмахӗсене илӗр те Турӑ енне ҫаврӑнса калӑр: «пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн.</verse>
				<verse number="4">Ассур текех ҫӑлас ҫук пире; ут утланмӑпӑр, аллӑмӑрпа тунӑ япаласене урӑх «пирӗн турӑсем кусем» тесе каламӑпӑр, мӗншӗн тесен Эсӗ тӑлӑхсене хӗрхенетӗн» тейӗр.</verse>
				<verse number="5">Хамран татӑлса ӳкнисене эмеллӗп, вӗсене кӑмӑлӑм пур таран юратӑп: ӗнтӗ Манӑн вӗсене ҫилленни иртсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="6">Израильшӗн Эпӗ сывлӑм пулӑп; вӑл сарана пек чечекленӗ, Ливан пек тымар ярса ҫирӗпленӗ.</verse>
				<verse number="7">Турачӗсем сарӑлӗҫ те — вӑл ҫу йывӑҫӗ пекех илемлӗ пулӗ, вӑл, Ливан пек, ырӑ шӑршӑ сарӗ.</verse>
				<verse number="8">Унӑн сулхӑнӗнче ларнисем каялла таврӑнӗҫ, вӗсен ҫӑкӑрӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулӗ, вӗсем ӗнтӗ иҫӗм авӑрӗ пек чечекленӗҫ, Ливан эрехӗ пек чаплӑ пулӗҫ.</verse>
				<verse number="9">«Йӗрӗхсем ҫумӗнче манӑн мӗн ӗҫ пур?» тейӗ Ефрем. Эпӗ ӑна илтӗп те ун ҫине пӑхӑп; Эпӗ ешерекен кипарис пек пулӑп; Манран сана ҫимӗҫ пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакна ӑнланма камӑн ӑсӗ ҫитейӗ? ҫакна пӗлме камӑн тӑнӗ ҫитейӗ? Ҫӳлхуҫа ҫулӗсем тӗрӗс, Унӑн ҫулӗпе сӑваплӑ ҫынсем ҫӳреҫҫӗ, йӗркесӗр ҫынсем ун ҫине ӳкеҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="29">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Иоиле, Вафуил ывӑлне, каланӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Итлӗр ҫакна, ватӑсем, ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, пурсӑр та тӑнлӑр: ҫакӑн пекки сирӗн ӗмӗрте е сирӗн аҫӑрсен ӗмӗрӗнче пулнӑ-и?</verse>
				<verse number="3">Ҫакӑн ҫинчен хӑвӑр ачӑрсене каласа пӗлтерӗр; сирӗн ачӑрсем хӑйсен ачисене, ачӑрсен ачисем ҫитес ӑрусене каласа паччӑр.</verse>
				<verse number="4">Тырӑ хуртӗнчен юлнине хӗрлӗ шӑрчӑк ҫинӗ, хӗрлӗ шӑрчӑкран юлнине хуртсем ҫинӗ, хуртсенчен тӑрса юлнине нӑрӑсем ҫисе янӑ.</verse>
				<verse number="5">Ӗҫкӗҫӗсем, вӑранӑр, эрех ӗҫекенсем, пурте иҫӗм ҫырли сӗткенӗшӗн макӑрӑр, ӗсӗклесе йӗрӗр — ӑна сирӗн ҫӑвартанах туртса илчӗҫ!</verse>
				<verse number="6">Манӑн ҫӗрӗм ҫине вӑйлӑ, шутсӑр йышлӑ халӑх килчӗ; шӑлӗсем унӑн — арӑслан шӑлӗсем, янах шӑммийӗсем унӑн — ама арӑсланӑнни евӗр.</verse>
				<verse number="7">Вӑл манӑн иҫӗм йывӑҫӗсен аврине ҫаратса хӑварчӗ, манӑн смоква йывӑҫне хуҫса пӗтерчӗ, ҫырлине пуҫтарса илсе ҫап-ҫара тӑратса хӑварчӗ; турачӗсем унӑн шап-шурӑ пулса юлчӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, ҫамрӑклах упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑк арӑм пек хӳхле!</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси чарӑнса ларнӑ; священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, йӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Уй-хир пушанса юлнӑ, ҫӗр вырханса выртать: тырра пӗтернӗ, иҫӗм сӗткенӗ типнӗ, ҫу йывӑҫӗ шанса ларнӑ.</verse>
				<verse number="11">Эй ҫӗр ӗҫлекенсем, намӑсланса хӗрелӗр, иҫӗм ҫырли пахчаҫисем, тулӑпа урпашӑн хурланса йӗрӗр, мӗншӗн тесен ӗлкӗрнӗ тырӑ хиртех пӗтрӗ.</verse>
				<verse number="12">Иҫӗм йывӑҫӗсен аврисем типсе ларчӗҫ, смоква йывӑҫӗ шанса кайрӗ; нар йывӑҫӗ, пальма, улмуҫҫи, уй-хирти пур йывӑҫ та типсе хӑрчӗ; ҫавӑнпа этем ывӑлӗсен савӑнӑҫӗ те путланчӗ.</verse>
				<verse number="13">Эй священниксем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр та макӑрӑр! алтарьте ӗҫлесе тӑракансем, ӗсӗклесе йӗрӗр! эй манӑн Туррӑма ӗҫлесе тӑракансем, кӗрӗр те хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннипех ҫӗр каҫӑр! ӗнтӗ сирӗн Туррӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси пӗтрӗ.</verse>
				<verse number="14">Типӗ тытма йышӑнӑр, чаплӑ пуху ирттерме пӗлтерсе хурӑр, ҫак ҫӗршыври ватӑсемпе ытти пур халӑха Ҫӳлхуҫа Туррӑр Ҫуртне чӗнсе пухӑр, Ҫӳлхуҫана тархасласа кӗлтӑвӑр.</verse>
				<verse number="15">Ах, мӗнле кун килет! ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑх; вӑл Пурне те Тума Пултаракан янӑ ҫарату пек килет.</verse>
				<verse number="16">Хамӑр куҫӑмӑр умӗнчех туртса илмеҫҫӗ-и-ха ҫимӗҫе? Туррӑмӑр Ҫуртӗнчен савӑнӑҫпа хаваслӑха туртса илмеҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="17">Тӗштырӑ хӑй йывӑрӑшӗпе пусӑрӑнсах ҫӗрсе кайнӑ, кӗлетсем пушанса юлнӑ, пӳлмесем ишӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесен тырӑ пӗтсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="18">Выльӑх епле макӑрать! вӑкӑр кӗтӗвӗсем сӳрӗккӗн ҫӳреҫҫӗ: вӗсене ҫиме курӑк ҫук; сурӑх кӗтӗвӗсем те асапланаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана тархаслатӑп; пушхирти ешӗл кӗтӳлӗхсене вирт ҫунтарса ячӗ, уй-хирти пур йывӑҫа та ҫулӑм ӗнтсе хӑварчӗ.</verse>
				<verse number="20">Ӗнтӗ хирти чӗрчунсем те Сана тилмӗреҫҫӗ, мӗншӗн тесен юхӑм шывсем типсе ларчӗҫ, пушхирти кӗтӳлӗхсене вут ҫунтарса тӗп турӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Сион ҫинче трупа кӑшкӑртӑр, Манӑн таса тӑвӑм ҫинчен хӑрушлӑх хыпарне пӗлтерӗр; ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте чӗтресе тӑччӑр: Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет — ҫывӑхрах вӑл,</verse>
				<verse number="2">тӗттӗмпе сӗмлӗх кунӗ, пӗлӗтлӗ те тӗтреллӗ кун: шутсӑр йышлӑ та вӑйлӑ халӑх сӑрт-тусем тӑрӑх ирхи шуҫӑм пек сарӑлать, ҫакӑн пекки ӗмӗрне те пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та сыпӑкран сыпӑка та пулмӗ.</verse>
				<verse number="3">Ун умӗнче вут ҫунтарса пырать, ун хыҫӗнче вара ҫулӑм ӗнтет; ун умӗнче ҫӗр Эдем пахчийӗ пек, ун хыҫӗнче пушанса юлнӑ ҫеҫенхир пулӗ, унран никам та ҫӑлӑнса юлаймӗ.</verse>
				<verse number="4">Пӑхма вӑл лаша пек курӑнать, чупасса та вӗсем юланут пек сиккипе чупаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">сӑрт-ту тӑррисемпе вӗсем ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек, улӑма хыпса илнӗ вут-ҫулӑм шатӑртатнӑ пек, ҫапӑҫӑва кӗме йӗркеленсе тухнӑ вӑйлӑ халӑх пек сиктерсе пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӑна курсан халӑхсем чӗтреме пуҫлӗҫ, пурин те пичӗ шурса кайӗ.</verse>
				<verse number="7">Кӗрешӳҫӗсем пекех чупаҫҫӗ вӗсем, хӳме ҫине хӑюллӑ ҫар ҫыннисем пек хӑпарса каяҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пырать, хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнмасть.</verse>
				<verse number="8">Пӗр-пӗрне таптамаҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн сукмакӗпе пырать, сӑнӑсем ҫине ӳкеҫҫӗ, анчах тӗрӗс-тӗкелех юлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Хула тӑрӑх чупаҫҫӗ, хӳме ҫине хӑпараҫҫӗ, ҫуртсем ҫине улӑхаҫҫӗ, вӑрӑсем пек, чӳречерен кӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсен умӗнче ҫӗр кисренсе илӗ, тӳпе тайӑлса кайӗ, хӗвелпе уйӑх тӗксӗмленӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫутине ҫухатӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн ҫарӗ умӗнче сас парӗ: Унӑн ҫарӗ шутсӑр йышлӑ, Унӑн сӑмахне тӑвакан питех те хӑватлӑ; Ҫӳлхуҫамӑр кунӗ аслӑ та питӗ хӑрушӑ, кам чӑтса тӑрайӗ ӑна?</verse>
				<verse number="12">Анчах Ҫӳлхуҫа халӗ те калать-ха: типӗ тытса, йӗрсе, хӳхлесе пӗтӗм чӗрӗрпе Ман енне ҫаврӑнӑр, тет.</verse>
				<verse number="13">Ҫири тумтирӗре мар, чӗрӗре туртса ҫурӑр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр енне ҫаврӑнӑр: Вӑл — ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, сире ҫитнӗ хӗн-асапшӑн ӳкӗнет.</verse>
				<verse number="14">Кам пӗлет, хӗрхенмӗ-и Вӑл, пиллӗхне — Ҫӳлхуҫа Туррӑра ҫӑкӑр парнипе ҫу, эрех кӳрсе тӑрассине — туртса илмесӗр хӑвармӗ-и?</verse>
				<verse number="15">Сион ҫинче трупа кӑшкӑртӑр, типӗ тытма йышӑнӑр, чаплӑ пуху ирттерме пӗлтерсе хурӑр.</verse>
				<verse number="16">Халӑха пуҫтарӑр, пуху пухӑр, ватӑсене чӗнӗр, ҫамрӑк ачасемпе кӑкӑр ачисене пуҫтарӑр; кӗрӳ каччӑ хӑйӗн керменӗнчен тухтӑр, кӗҫӗн ҫын пуласси хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тухтӑр.</verse>
				<verse number="17">Священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, притворпа парне вырӑнӗ хушшинче йӗччӗр, ҫапла калаччӑр: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхен Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн халӑхна мӑшкӑл ан кӑтарт, ытти халӑхсем унран ан кулччӑр; халӑхсем хушшинче мӗншӗн-ха: «ӑҫта вӗсен Турри?» тесе каламалла?»</verse>
				<verse number="18">Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫӗрӗшӗн хытӑ тӑрӗ те Хӑйӗн халӑхне хӗрхенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне калӗ: «акӑ Эпӗ сире ҫӑкӑр, эрех, ҫу паратӑп, ҫакӑнпа тӑранса пурӑнӑр, урӑх сире ют халӑхсен мӑшкӑлӗ тумӑп.</verse>
				<verse number="20">Ҫурҫӗртен килнине сирӗн патӑртан пӗр шывсӑр, пӗр нимӗнсӗр ҫӗре хӑваласа кӑларӑп, унӑн малтанхи эшкерне тухӑҫ тинӗсне, хыҫалтине анӑҫ тинӗсне хӑваласа ярӑп, вара унран усал шӑршӑ кӗме тытӑнӗ, киревсӗр шӑршӑ-маршӑ сарӑлӗ, мӗншӗн тесен вӑл нумай усал тунӑ» тейӗ.</verse>
				<verse number="21">Эй ҫӗрӗмӗр, ан хӑра, савӑн, хӗпӗрте: Ҫӳлхуҫамӑр аслӑ, ҫакна тӑватех Вӑл.</verse>
				<verse number="22">Эй чӗрчунсем, ан хӑрӑр: пушхирти кӗтӳлӗхсем курӑк ӳстерӗҫ, йывӑҫ хӑйӗн ҫимӗҫне кӳрӗ, смоква йывӑҫӗпе иҫӗм йывӑҫӗ хӑй вӑйне кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="23">Эй эсир, Сион ачисем, Ҫӳлхуҫа Туррӑршӑн савӑнӑр, хӗпӗртесе тӑрӑр: Вӑл сире ҫумӑр виҫеллӗ парса тӑрӗ, ҫумӑрне сирӗн валли, ӗлӗкхи пекех, малтанхи ҫумӑр, кайранхи ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара йӗтем тулли тырӑ тулӗ, ҫу-сӗткен юхтаркӑчӗ айӗнчи шансем иҫӗм ҫырли сӗткенӗпе, йывӑҫ ҫӑвӗпе туп-тулли тулса тӑкӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Сирӗн ҫине янӑ Хамӑн аслӑ ҫарӑм — хӗрлӗ шӑрчӑк, тырӑ хурчӗ, ытти хурт-кӑпшанкӑпа нӑрӑ — ҫисе янӑ ҫулхисемшӗн ырӑлӑхпа тавӑрса парӑп сире.</verse>
				<verse number="26">Вара тӑраниччен ҫийӗр, тутӑ пулӑр, хӑвӑра тӗлӗнмелле хӑват кӑтартнӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ятне мухтаса тӑрӑр, текех Манӑн халӑхӑм ӗмӗрне те намӑса юлмӗ.</verse>
				<verse number="27">Вара Эпӗ Израиль хушшинче пулнине, Эпӗ хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр иккенне, урӑххи ҫуккине, Манӑн халӑхӑм ӗмӗрне те намӑса юлас ҫуккине ӑнланса илӗр.</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫапла пулӗ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп, сирӗн ывӑлӑрсемпе сирӗн хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн ваттӑрсем тӗлӗксем тӗлленӗҫ, сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп.</verse>
				<verse number="30">Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те паллӑсем — юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм — кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ.</verse>
				<verse number="32">Вара ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ; ӗнтӗ ҫӑлӑнӑҫ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра пулӗ; ыттисемшӗн те, Ҫӳлхуҫа чӗнсе илнисемшӗн, ҫаплах пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Акӑ Иудӑпа Иерусалима тыткӑнран илсе килнӗ кунсенче, шӑпах ҫав вӑхӑтра,</verse>
				<verse number="2">Эпӗ халӑхсене пурне те пуҫтарӑп та вӗсене Иосафат айлӑмне илсе пырӑп, вара унта вӗсене Хамӑн халӑхӑмшӑн, Хамӑн еткерӗмшӗн, ют халӑхсем хушшине сапаласа янӑ Израильшӗн, Манӑн ҫӗрӗме пайласа пӗтернӗшӗн сут тӑвӑп.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем Манӑн халӑхӑм тӗлӗшӗнчен шӑпа сиктернӗ, ҫамрӑк ачана аскӑн арӑма панӑ, хӗрачана эрехле сутса ярса ӗҫкӗ ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="4">Тир, Сидон тата Филисти тӑрӑхӗ, мӗнех эсир Маншӑн? Мана тавӑрасшӑн-и? Мана тавӑрас тетӗр-и? Эсир тавӑрнине Эпӗ кӗҫех тата ҫӑмӑллӑнах хӑвӑр пуҫӑр ҫине ҫавӑрӑп,</verse>
				<verse number="5">мӗншӗн тесен эсир Манӑн кӗмӗлӗме, Манӑн ылтӑнӑма илтӗр, Манӑн чи лайӑх хаклӑ япаламсене хӑвӑр туррӑрсен кӗлеткин ҫурчӗсене кӗртсе хутӑр;</verse>
				<verse number="6">Иуда ывӑлӗсемпе Иерусалим ывӑлӗсене, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен кӑларса ярас тесе, эллинсен ывӑлӗсене сутрӑр.</verse>
				<verse number="7">Акӑ Эпӗ вӗсене эсир сутса янӑ вырӑнтан ҫӗклӗп, эсир тавӑрнине хӑвӑр пуҫӑр ҫинех ҫавӑрӑп.</verse>
				<verse number="8">Вара сирӗн ывӑлӑрсене, сирӗн хӗрӗрсене Иуда ывӑлӗсен аллине парӑп, кусем вӗсене инҫетри халӑха, Савея халӑхне, сутса ярӗҫ; Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакӑн ҫинчен халӑхсем хушшинче каласа пӗлтерӗр, вӑрҫа хатӗрленӗр, паттӑррисене хускатӑр; вӑрҫа тухчӑр, мӗнпур ҫар ҫынни ҫӗклентӗр.</verse>
				<verse number="10">Акапуҫне туптаса хӗҫ тӑвӑр, ҫурларан сӑнӑ тӑвӑр; вӑйсӑрри: «эпӗ вӑйлӑ» тетӗр.</verse>
				<verse number="11">Эй таврари халӑхсем, пурте васкӑр, пуҫтарӑнӑр, пӗрле пухӑнӑр; эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн паттӑрусене ҫавӑнта ертсе кай.</verse>
				<verse number="12">Халӑхсем ҫӗкленччӗр те Иосафат айлӑмне ҫитсе анччӑр: пур ҫӗрти халӑхсене пурне те сут тумашкӑн Эпӗ ҫавӑнта ларӑп.</verse>
				<verse number="13">Аллӑра ҫурла тытӑр: ӗнтӗ тырӑ пиҫсе ҫитрӗ; пырӑр, анӑр: ҫу-сӗткен юхтаркӑчӗсем тулса ларнӑ, вӗсен айӗнчи шансем те тулса тӑкӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем питех те тарӑхса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="14">Сут айлӑмӗнче ушкӑн-ушкӑн халӑх! Сут айлӑмне Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет!</verse>
				<verse number="15">Хӗвелпе уйӑх тӗттӗмленӗ, ҫӑлтӑрсем хӑй ҫутине ҫухатӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа Сион ҫинчен кӗмсӗртеттерсе ярӗ, Иерусалимран сас парӗ; тӳпепе ҫӗр чӗтренсе кайӗҫ; анчах Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн хӳтлӗхӗ пулӗ, Израиль ывӑлӗсен сыхлӑхӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне эсир Эпӗ Сион ҫинче, Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче, пурӑнакан Ҫӳлхуҫа Туррӑр пулнине пӗлетӗр; Иерусалим сӑваплӑ вырӑн пулӗ, ӗнтӗ ун витӗр ют халӑх ҫыннисем иртсе ҫӳреймӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ту тӑррисенчен иҫӗм эрехӗ тумласа тӑрӗ, сӑртсенчен сӗт ҫырмисем юхса выртӗҫ, Иудейӑри шыв ҫулӗсем пурте шывпа тулӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен ҫӑл тухӗ те Ситтим айлӑмне шӑварса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="19">Иуда ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрӗнче хӗснӗшӗн, айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн Египет пушхир пулса тӑрӗ, Эдом ҫара ҫеҫенхир пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="20">Иуда вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, Иерусалим та сыпӑкран сыпӑка пурӑнӗ.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ вӗсен халлӗхе ҫуса тасатман юнне ҫуса тасатӑп, Ҫӳлхуҫа вара Сион ҫинче пурӑнӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="30">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иудея патши Озия тата Израиль патши Иоас ывӑлӗ Иеровоам пурӑннӑ вӑхӑтра, ҫӗр чӗтрениччен икӗ ҫул маларах, Амоса — Фекоя хулин пӗр кӗтӳҫне — Турӑ курӑннӑ, ҫавӑн чухне вӑл Израиль ҫинчен каланӑ ҫак сӑмахсене илтнӗ.</verse>
				<verse number="2">Амос вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа Сион ҫинчен кӗмсӗртеттерсе ярӗ, Иерусалимран сас парӗ, ӗнтӗ кӗтӳҫсен хӳшшисем йӗрсе ярӗҫ, Кармил тӑвӗн тӑрри типсе ларӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Дамаскӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем Галаада тимӗр тӑпачӑпа тӑпаларӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ Азаил килӗ ҫине вут ярӑп та, вӑл Венададӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="5">Дамаск хапхин сӑлӑпӗсене ҫапса ҫӗмӗрӗп, Авен айлӑмӗнче пурӑнакансене тата патша туйи тытакана, Еден килӗнчен тухнӑскере, пӗтерсе пӑрахӑп, арамей халӑхӗ вара Кир аллине тыткӑна кайӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Газа хулин йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем тыткӑнри мӗнпур ҫынна Эдом аллине пама илсе тухрӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Акӑ Газа хӳмисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="8">Азотра пурӑнакансене тата Аскалонра патша туйи тытакана пӗтерсе тӑкӑп та аллӑма Екрон еннелле тӑсӑп, вара юлашки филистимсем вилсе пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Тир хулин йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем тыткӑнри мӗнпур ҫынна Эдома пачӗҫ, тӑванла килӗшӳ ҫинчен аса та илмерӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Тир хулин хӳмисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эдомӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй тӑванне хӗҫпе хӑваларӗ, тӑванлӑх туйӑмне таптарӗ, пӗрмаях хӑйӗн ҫиллипе тискерленчӗ, хӑйӗн хаярлӑхне нихӑҫан та пусармарӗ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ Феман ҫине те вут ярӑп, вӑл Восорӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Аммон ывӑлӗсен йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп вӗсене, мӗншӗн тесен вӗсем, хӑйсенӗн чиккисене сарас тесе, Галаадра йывӑр ҫӳрекен арӑмсене каса-каса тухнӑ.</verse>
				<verse number="14">Равва хӳмисен ӑшӗнче те вут тивертӗп, вӑл унӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене вӑрҫӑ кунӗнчи кӑшкӑрашура, ҫил-тӑвӑл кунӗнчи ҫавраҫилпе ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсенӗн патши вара хӑй те, унпа пӗрле унӑн улпучӗсем те тыткӑна кайӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Моавӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл Эдом патшин шӑмми-шаккине акшар пулса кайичченех ҫунтарчӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫапла Моав ҫине вут ярӑп, вӑл Кериофӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ, Моав вара аркату шавӗнче, трупа кӑшкӑртса тӑнӑ хушӑра тӗп пулӗ.</verse>
				<verse number="3">Ун хушшинчи тӳрене пӗтерӗп те унпа пӗрле мӗнпур пуҫлӑха вӗлерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа саккунне йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑмарӗҫ, хӑйсенӗн ашшӗсемех пуҫҫапнӑ йӗрӗхсем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Иуда ҫине вут ярӑп та, вӑл Иерусалимӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израилӗн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫынна кӗмӗлле, чухӑна пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Чухӑнсен пуҫӗ ҫинче ҫӗр тусанӗ пултӑр тесе хыпса ҫунаҫҫӗ, йӑваш кӑмӑллисен ҫулне пӑсаҫҫӗ; Манӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑра кӑларса, ашшӗпе ывӑлӗ те пӗр хӗрарӑм патнех ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Кирек хӑш чӳк вырӑнӗ ҫумӗнче те саклат хывса илнӗ тумтир ҫинче лараҫҫӗ, айӑпа юлнисенчен шыраса илекен иҫӗм эрехне хӑйсен туррисен ҫурчӗсенче ӗҫеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ вара вӗсем умӗнче кедр пек ҫӳллӗ, юман пек тӗреклӗ аморрее тӗп турӑм; Эпӗ ҫӳлте унӑн ҫимӗҫне, аялта унӑн тымарне пӗтертӗм.</verse>
				<verse number="10">Сире вара Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм та, аморрейсен ҫӗрне хӑвӑр валли еткерлӗхе илмелле пултӑр тесе, хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ Сирӗн ывӑлӑрсенчен пророксем, сирӗн яш ачӑрсенчен назорейсем суйласа илтӗм; ҫапла мар-и ку, Израиль ывӑлӗсем? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Эсир вара назорейсене эрех ӗҫтереттӗр, пророксене: «пророк пек ан калаҫӑр» тесе чараттӑр.</verse>
				<verse number="13">Акӑ Эпӗ сире кӗлте тиенӗ урапа таптанӑ пек таптаса лапчӑтӑп та —</verse>
				<verse number="14">вичкӗннин те чупмашкӑн вӑй юлмӗ, тӗрекли те хӑйӗн тӗреклӗхне упраса хӑвараймӗ, хӑюлли те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ,</verse>
				<verse number="15">ухӑран перекенни те ури ҫинче тытӑнса тӑраймӗ, хӑвӑрт ҫӳрекенни те тараймӗ, ут ҫинче лараканни те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="16">Хӑюллисенчен чи паттӑрри те ҫав кунхине ҫарамас тарӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй Израиль ывӑлӗсем, итлӗр ҫак сӑмаха, Ҫӳлхуҫа сирӗн валли, Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ пӗтӗм йӑхӑр валли, каланӑ сӑмаха:</verse>
				<verse number="2">ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑхран Эпӗ сире анчах суйласа илтӗм, ҫавӑнпа та сирӗнтен мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗршӗн шыраса илӗп.</verse>
				<verse number="3">Пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑр иккӗн пӗрле ҫула тухаҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="4">Хӑй умӗнче тупӑшӗ ҫук пулсан, ахӑрать-и вӑрманта арӑслан? хӑй нимӗн те тытман пулсан, сасӑ парать-и хӑй йӑвинчен арӑслан ҫури?</verse>
				<verse number="5">Кайӑк валли серепе лартман пулсан, ҫӗр ҫинче йӑлмака лекет-и вӑл? Йӑлмака нимӗн те лекмен пулсан, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленет-и вӑл?</verse>
				<verse number="6">Хулара трупа кӑшкӑртсан, халӑх хӑраса ӳкмест-и вара? Ҫӳлхуҫа яман йывӑрлӑх хулара пулать-и вӑл?</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне Хӑйӗн чурисене, пророксене, пӗлтермесӗр нимӗн те тумасть-ҫке.</verse>
				<verse number="8">Арӑслан ӳхӗрме пуҫласан, кам чӗтресе ӳкмӗ? Ҫӳлхуҫа Турӑ каласан, кам пророк пек каласа пӗлтермӗ?</verse>
				<verse number="9">Азот хулинчи ҫурт тӑррисенчен, Египет ҫӗрӗнчи ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗр, калӑр: эй, Самари тӑвӗсем ҫине пуҫтарӑнӑр, курӑр: мӗн тери иртӗхеҫҫӗ унта, мӗнле хӗсӗрлеҫҫӗ ун хутлӑхӗнче, тейӗр.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем тӗрӗс пурӑнма пӗлмеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа: пусмӑрласа, ҫаратса хӑйсен керменӗсене мул пухаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ тӑшман, ҫитменнине тата пӗтӗм ҫӗр тавраллах! вӑл санӑн хӑватлӑхна аркатӗ, санӑн керменне ҫаратса тухӗ, тет.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: кӗтӳҫӗ хӑш чухне арӑслан ҫӑварӗнчен икӗ ура туни е хӑлха татӑкӗ туртса кӑларать, Самарире чыслӑ вырӑнта, Дамаскра чаплӑ сак ҫинче ларакан Израиль ывӑлӗсем те ҫапла ҫӑлӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Итлӗр те Иаков килне каласа кӑтартӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Саваоф Турӑ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ Израильрен унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн шыраса илнӗ кун Вефильри парне вырӑнӗсемшӗн те шыраса илӗп, вара алтарь мӑйракисене касса пӑрахӗҫ, вӗсем ҫӗре ӳкӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Хӗллехи ҫурта ҫуллахи ҫуртпа пӗрле аркатса пӑрахӑп, сӑлан шӑмминчен тунӑ эрешсемпе илемлетнӗ ҫуртсем те ҫухалӗҫ, нумай-нумай ҫурт пӗтсе ларӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эй Самари тӑвӗ ҫинчи Васан пӑрӑвӗсем, итлӗр ҫак сӑмаха. Эсир, чухӑнсене хӗсӗрлекенсем, мӗскӗнсене пусмӑрлакансем, хӑвӑр хуҫӑрсене: «парса тӑр, эпир ӗҫсех тӑрӑпӑр!» теекенсем, итлӗр.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Турӑ, Хӑйӗн сӑваплӑхӗпе тупа туса, сире ҫекӗлпе, сирӗнтен юлнисене вӑлтапа ҫаклатса каяс кунсем килесси ҫинчен пӗлтерчӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара, кам мӗнле пултарнӑ пек, ҫӗмӗрнӗ хӳме шӑтӑкӗсем витӗр тухӑр, ҫуртӑрсенчи мӗнпур япалӑра пӑрахса хӑварӑр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="4">Кайӑр Вефиле — ҫылӑха кӗрсе пурӑнӑр, Галгала кайӑр — усал ӗҫӗрсен шутне ӳстерсе ярӑр; парнӗрсене кашни ирех кӳрсе тӑрӑр, хӑвӑрӑн вуннӑмӗш пайӑра кашни виҫӗ кунранах илсе пырӑр.</verse>
				<verse number="5">Тав парнисене йӳҫӗтсе пӗҫернӗ ҫӑкӑр кӳрӗр, ирӗклӗрен кӳнӗ парнесем ҫинчен каласа пӗлтерӗр, вӗсем ҫинчен каласа ҫӳрӗр: эсир, Израиль ывӑлӗсем, ҫапла тума юрататӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Эпӗ ҫапла турӑм: сирӗн мӗнпур хулӑрта шӑл хушшине хумалӑх та апат ҫук, сирӗн мӗнпур ялӑрта ҫӑкӑр ҫитмест, анчах эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="7">Вырмана тухиччен виҫӗ уйӑх малтан сирӗн патӑра ҫумӑр ямасӑр тӑтӑм; пӗр хула ҫине ҫумӑр ҫутарса тӑтӑм, тепӗр хула ҫине ҫутармарӑм; пӗр ани ҫумӑрпа шӳсе тӑчӗ, тепӗри, ҫумӑр пӗрчи те курманскер, типсе ларчӗ.</verse>
				<verse number="8">Икӗ-виҫӗ хула, шыв ӗҫес тесе, пӗр хулана пуҫтарӑнатчӗҫ, анчах тӑраниччен ӗҫсе кураймастчӗҫ, анчах ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Сирӗн тыррӑра Эпӗ ӑрша ярса та, шурӑхтарса та пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн нумай пахчӑра, сирӗн иҫӗм ҫырли пахчисене те, смоква йывӑҫӗсене те, ҫу йывӑҫӗсене те хурт ҫисе яратчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Сирӗн ҫине Эпӗ, Египетри евӗр, мур чирӗ ярса тӑтӑм, учӗсене тыткӑна илсе кайса, сирӗн яш ачӑрсене хӗҫпе вӗлерсе тӑтӑм, ҫапла сирӗн тапӑрсенчен сывлама ҫук ирсӗр шӑршӑ сарӑлса тӑчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Содомпа Гоморрӑна аркатса тӑкнӑ пек аркатса ҫӳрерӗм, сире вут-ҫулӑмран вутпуҫҫи туртса кӑларнӑ пек туртса кӑларнӑ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Эпӗ сана ҫакна кӑтартӑп, Израиль; ӗнтӗ Эпӗ сана ҫакна кӑтартатӑп пулсан, хӑвӑн Турруна кӗтсе илме хатӗрлен, Израиль:</verse>
				<verse number="13">акӑ Вӑл, ту-сӑрта тӑваканӗ, ҫиле пултараканӗ, этеме хӑй мӗн шухӑш тытнине пӗлтерекенӗ, ирхи ҫутта сӗмлӗх тӑваканӗ, ҫӗртен ҫӳлте ҫӳрекенӗ. Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эй Израиль килӗ, итлӗр ҫак сӑмахӑма, сирӗн ҫинчен каласа хӳхлӗп эпӗ.</verse>
				<verse number="2">Ӳкрӗ те — урӑх тӑраймасть Израиль хӗрӗ! ӑна хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинчех ҫапса пӑрахрӗҫ те, тӑратаканӗ никам та ҫук.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пин ҫынпа тухнӑ хула ҫӗр ҫынпа ҫеҫ тӑрса юлӗ, ҫӗр ҫынпа тухнӑ хула Израиль килӗнче вуннӑн ҫеҫ тӑрса юлӗ, тет.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Израиль килне ҫапла калать: Мана шырӑр, вара чӗрӗ юлӑр, тет.</verse>
				<verse number="5">Вефиле ан шырӑр, Галгала ан кайӑр, Вирсавияна ан ҫӳрӗр: Галгал пӗтӗмпех тыткӑна лекӗ, Вефильрен нимӗн те тӑрса юлмӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫана шырӑр, вара чӗрӗ юлатӑр: Вӑл Иосиф килӗ ҫине ӑна ҫунтарса яракан вут пек ан ыткӑнтӑр, Вефильре ӑна сӳнтерекен никам та пулмӗ.</verse>
				<verse number="7">Эй эсир, сута наркӑмӑша кӑларакансем, тӳрӗлӗхе ҫӗре пӑрахса таптакансем!</verse>
				<verse number="8">Кам пултарнӑ-ха Алтӑр ҫӑлтӑрпа Кӗвенте ҫӑлтӑра, кам сӗм сӗмлӗхрен ҫутӑ ир, кӑнтӑр ҫутинчен ҫӗрлехи пек тӗттӗм туса хурать, кам тинӗс шывне чӗнсе илсе пӗтӗм ҫӗр пичӗ тӑрӑх юхтарать? Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа!</verse>
				<verse number="9">Вӑйлине хирӗҫ Вӑл ҫаратакана тӗреклӗлетет, ҫаратакан вара кереме кӗрет.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем хапха умӗнче питлекене кураймаҫҫӗ, тӳрӗ калаканран йӗрӗнеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла ӗнтӗ, чухӑна таптанӑшӑн, унран парнелӗх ҫӑкӑр илнӗшӗн эсир, чутланӑ чулран ҫурт тусассӑн та, унта пурӑнаймӑр; хӳхӗм иҫӗм пахчисем лартса ӳстерсен те, иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗр:</verse>
				<verse number="12">Эпӗ сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсем мӗн тери нумаййине, ҫылӑхӑрсем мӗн тери йывӑррине пӗлетӗп: эсир — тӳрӗ ӗҫ тӑшманӗсем, эсир сӗрев илетӗр, сутра чухӑнсенӗн ӗҫне тӳнтерле кӑтартатӑр.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа ҫак вӑхӑтра ӑсли чӗнмесӗр тӑрать, мӗншӗн тесен ку вӑхӑт — усал вӑхӑт.</verse>
				<verse number="14">Чӗрӗ юлас тесен, усала мар, ырра шырӑр — ҫавӑн чухне, хӑвӑр каланӑ пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ.</verse>
				<verse number="15">Усала курайми пулӑр та ырра юратӑр, хапхӑр умӗнче каллех тӗрӗс сут тума тытӑнӑр; тен, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ Иосиф йӑлкӑмне хӗрхенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Пурне те Тытса Тӑракан, ҫапла калать: пур урамра та ӳлесе йӗрӗҫ, пур ҫул ҫинче те: «шел, шел!» тесе кӑшкӑрӗҫ, ҫӗр ӗҫлекенсене хуйхӑрма, хӳхлев юрри пӗлекенсене хӳхлеме чӗнӗҫ,</verse>
				<verse number="17">пур иҫӗм пахчинче те ӳлесе йӗрӗҫ, мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн хушшӑрпа иртӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа кунне курас теекенсемшӗн хуйхӑ ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ мӗн тума кирлӗ-ха сире? вӑл тӗттӗм, ҫутӑ мар,</verse>
				<verse number="19">ку вӑл арӑсланран таракан ҫын ҫулӗ ҫине упа тухнӑ пекех е киле ҫитсе хӳме ҫумне алӑпа тӗреннӗ ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ пекех.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа кунӗ тӗттӗм мар-и вара, ҫутӑ-и? вӑл — тӗттӗм, унта ҫуталса тӑни ҫук.</verse>
				<verse number="21">Сирӗн уявӑрсене кураймастӑп, йышӑнмастӑп, чаплӑ пухӑвӑрсем вӑхӑтӗнчи парнӗрсен ырӑ шӑршине хапӑлламастӑп.</verse>
				<verse number="22">Мана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне е ҫӑкӑр парни кӳрес пулсан, Эпӗ вӗсене йышӑнмӑп, самӑртнӑ пӑрусем пусса кӳнӗ тав парни ҫине те ҫавӑрӑнса пӑхмӑп.</verse>
				<verse number="23">Хӑвӑн юррусен шавне Манран аяккалла сир: Эпӗ санӑн кӗслӳ сассине итлессӗм ҫук.</verse>
				<verse number="24">Сут тӑвасси шыв юхнӑ пек пытӑр, тӳрӗлӗх вара хӑватлӑ юхӑм пек пултӑр!</verse>
				<verse number="25">Эй Израиль килӗ, пушхирте хӗрӗх ҫул хушшинче парнесемпе ҫӑкӑр парнисем кӳтӗр-и эсир Мана?</verse>
				<verse number="26">Эсир Молох чатӑрӗпе Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне, хӑвӑр валли тунӑ йӗрӗхӗрсене йӑтса ҫӳрерӗр.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑншӑн Эпӗ сире Дамаск леш енне куҫарса ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн ячӗ — Саваоф Турӑ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Пуринчен те аслӑ халӑхӑн ятлӑ ҫыннисене, Сион ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнаканскерсене, Самари тӑвне шанса пурӑнаканскерсене, хӑйсем патне Израиль йӑхне ҫӳретекенскерсене, хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="2">Калне хулине ҫитӗр те пӑхӑр, унтан аслӑ Емаф хулине кайӑр, кайран филистимсен хулине Гефа анӑр: ҫак патшалӑхсенчен лайӑхрах мар-и вӗсем? вӗсен ҫӗрӗсем сирӗн ҫӗрӗртен анлӑрах мар-и?</verse>
				<verse number="3">Эсир, асап кунӗ ҫитесси инҫе-ха тесе шутлакансем, пусмӑр ҫӗнтерессе ҫывхартакансем,</verse>
				<verse number="4">эсир, сӑлан шӑмминчен тунӑ чаплӑ саксем ҫинче выртакансем, вырӑнӑрсем ҫинче рехетленекенсем, кӗтӳри чи лайӑх такасене, чи сӗтеклӗ кӗтӳлӗхсенче ҫӳрекен пӑрусене ҫиекенсем,</verse>
				<verse number="5">кӗвве Давид пекех калама пултаратпӑр тесе кӗсле ҫеммипе юрлакансем,</verse>
				<verse number="6">куркапа эрех ӗҫекенсем, чи паха сӗрӗшпе сӗрӗнекенсем, эсир Иосиф асапӗшӗн хуйхӑрмастӑр та!</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑншӑн вӗсем халӗ тыткӑна каякансенчен чи малтан тыткӑна кайӗҫ, вара ачаша тухнисен хӗпӗртесси пӗтӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑй ячӗпе тупа тӑвать, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Иаков мӑнкӑмӑллӑхӗнчен йӗрӗнетӗп, унӑн керменӗсене кураймастӑп, унӑн хулине те, унта мӗн пуррине те пӗтӗмпех тӑшман аллине паратӑп.</verse>
				<verse number="9">Вара ҫапла пулӗ: пӗр-пӗр ҫуртра вунӑ ҫын юлсан, вӗсем те вилсе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавсен тӑванӗ е ҫунтаракан вилнисен шӑмми-шаккине ҫуртран йӑтса тухас тесе илӗ те ҫуртри ҫынран: «санӑн тата кам та пулин пур-и?» тесе ыйтӗ. Лешӗ: «никам та ҫук» тейӗ. Ыйтаканни вара: «шӑп пул! Ҫӳлхуҫа ятне асӑнма юрамасть» тейӗ.</verse>
				<verse number="11">Мӗншӗн тесен Турӑ калӗ те акӑ, пысӑк ҫуртсем ҫурмаран ҫурӑла-ҫурӑла кайӗҫ, пӗчӗк ҫуртсем ҫуркалана-ҫуркалана ишӗлсе анӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Чул ту тӑрӑх утсем чупаҫҫӗ-и? ӑна вӑкӑрпа сухалама пулать-и? Ҫав хушӑра эсир сут ӗҫне наркӑмӑша, тӳрӗлӗх ҫимӗҫне йӳҫҫе кӑларатӑр;</verse>
				<verse number="13">эсир, ниме тӑман япаласене мухтакансем, ҫапла калатӑр: «хамӑр хӑватӑмӑра хамӑр вӑйпа илмен-и эпир?» теетӗр.</verse>
				<verse number="14">Эй Израиль килӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Эпӗ акӑ сире хирӗҫ халӑх ҫӗклӗп те, сире Емафа кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа пушхирти юхӑм шыв таран хӗссе тӑрӗҫ, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Мана Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫакӑн пек кӑтартрӗ: акӑ Вӑл каю шӑтса тухнӑ чухне хӗрлӗ шӑрчӑк пултарчӗ, ҫав каю патша валли утӑ ҫулнӑ хыҫҫӑн шӑтса тухнӑччӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫапла пулчӗ: хӗрлӗ шӑрчӑк ҫӗр ҫинчи курӑка ҫисе пӗтерсен, эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! хӗрхенсемччӗ; Иаков мӗнле чӑтса тӑрайӗ? вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗ-ҫке, терӗм.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа вара хӗрхенчӗ: «кун пек пулмӗ» терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа Турӑ мана тата ҫакӑн пек кӑтартрӗ: акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ сут тума вут-ҫулӑм кӑларчӗ — ҫав вут-ҫулӑм тӗпсӗр шыва та, ҫӗрӗн пӗр пайне те ҫунтарса ячӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ каларӑм вара: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! чарсамччӗ; Иаков мӗнле чӑтса тӑрайӗ? вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗ-ҫке, терӗм.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа вара хӗрхенчӗ: «ку та пулмӗ» терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫакӑн пек кӑтартрӗ Вӑл мана: акӑ Ҫӳлхуҫа чӑнкӑ хӳме ҫинче тӑрать, Унӑн аллинче — тӑхлан тӳркӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа мана: Амос, мӗн куратӑн эсӗ? терӗ. Эпӗ хуравласа каларӑм: тӳркӗҫ, терӗм. Ҫӳлхуҫа каларӗ: акӑ тӳркӗҫе хамӑн халӑхӑм, Израиль, хушшине хурӑп; ӑна урӑх каҫармӑп.</verse>
				<verse number="9">Вара Исаакӑн тӳпем вырӑнӗсем пушанса юлӗҫ, Израилӗн таса теекен ҫурчӗсем те арканӗҫ, Иеровоам килне хирӗҫ Эпӗ хӗҫпе ҫӗкленӗп, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Вефиль священникӗ Амасия вара Израиль патши Иеровоам патне ҫапла калама ҫын ячӗ: Амос Израиль ӑрӑвӗсене сана хирӗҫ пӑлхатса ҫӳрет; унӑн пӗр сӑмахне те ҫӗр чӑтса тӑраймӗ.</verse>
				<verse number="11">Амос ҫапла калать: «Иеровоама хӗҫ касса вӗлерӗ, Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен тыткӑна илсе каяҫҫех» тет.</verse>
				<verse number="12">Амоса ӗнтӗ Амасия ҫапла каланӑ: эй витӗркуран! кай, Иуда ҫӗрне тухса кай; ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫи, ҫавӑнта пророкла каласа ҫӳре,</verse>
				<verse number="13">анчах Вефильре текех пророкла каласа ан ҫӳре, мӗншӗн тесен вӑл — патшанӑн таса вырӑнӗ, патша килӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Амос Амасияна хуравласа каланӑ: эпӗ пророк та мар, пророк ывӑлӗ те мар; эпӗ кӗтӳҫӗччӗ тата смоква татса ҫӳреттӗм.</verse>
				<verse number="15">Анчах Ҫӳлхуҫамӑр мана сурӑхсем патӗнчен уйӑрса илчӗ те каларӗ мана: «кай, Ман халӑхшӑн, Израильшӗн, пророк пул» терӗ.</verse>
				<verse number="16">Халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер. Эсӗ: «Израиле хирӗҫ каласа ан ҫӳре, Исаак килне хирӗҫле сӑмах ан кала» тетӗн.</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн калать: санӑн арӑмна хулара мӑшкӑл тӑвӗҫ, ывӑлусемпе хӗрӳсем хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, санӑн ҫӗрӳ чикӗ вӗренӗпе пайланӗ, хӑв эсӗ таса мар ҫӗр ҫинче вилӗн, Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен илсе тухаҫҫех, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫапла кӑтартрӗ, ҫапла уҫса пачӗ мана Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: акӑ пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫ тултарнӑ пурак.</verse>
				<verse number="2">Вӑл каларӗ: Амос, мӗн куратӑн эсӗ? терӗ. Эпӗ хуравласа каларӑм: пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫ тултарнӑ пурак куратӑп, терӗм. Вара Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман халӑхӑмӑн, Израилӗн, пӗтесси те пиҫсе ҫитрӗ: ӑна урӑх каҫармӑп.</verse>
				<verse number="3">Тӗреклӗлетнӗ ҫуртӑн юррисем ҫав кун кӑшкӑрса йӗнипе ылмашӑнӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; виле нумай пулӗ; вӗсене пур ҫӗрте те ним чӗнмесӗр пӑрахса хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Итлесе пӗтерӗр ҫакна, чухӑнсене хыпса ҫӑтасшӑн, мӗскӗнсене пӗтересшӗн антӑхса тӑракансем,</verse>
				<verse number="5">эсир: «ҫӗнӗ уйӑх иртсе каятех, вара эпир тырӑ сутма пуҫлӑпӑр, шӑматкун иртсе каятех, вара эпир кӗлетсене уҫӑпӑр, виҫене чакарса, сикль хакне ӳстерсе, тӗрӗс мар тарасапа халӑха улталаса,</verse>
				<verse number="6">кӗлмӗҫсене кӗмӗлле, чухӑнсене пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутӑн илсе, хывӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр сутса пурӑнӑпӑр» теекенсем, итлӗр.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа Иаков мухтавӗпе тупа турӗ: чӑнахах та вӗсем тунӑ ӗҫсенчен пӗрне те ӗмӗрне те манмӑп! терӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫакна пула ҫӗр чӗтренсе илмӗ-и, ун ҫинче пурӑнакан кашни ҫынах йӗрсе ямӗ-и? Ҫӗр пӗтӗмпех юхӑм шыв пек хумханса кайӗ, вӑл Египет шывӗ пек ҫӗклене-ҫӗклене анӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав кун вара ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ: тӑр-кӑнтӑрла хӗвеле антарса лартӑп, кӑнтӑр варринче ҫӗре сӗмлӗхпе хупӑрлӑп.</verse>
				<verse number="10">Уявӑрсенче хуйхӑрмалла тӑвӑп, пур юррӑра та хӳхлеве ҫавӑрӑп, пурин ҫине те хуйхӑ тумтирӗ уртса ярӑп, пурин пуҫне те шакла тӑвӑп, ҫӗршывра вара пӗртен-пӗр ывӑлшӑн хурланса йӗнӗ пек хӳхлев илтӗнсе тӑрӗ, ҫӗршыв пӗтни хурлӑхлӑ кун пек пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа Турӑ калать: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫине выҫлӑх ярас кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ, ҫакӑ вӑл ҫӑкӑрсӑр выҫӑхни е шывсӑр антӑхни мар, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене илтесшӗн антӑхни пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа сӑмахне шыраса тинӗсрен тинӗсе ҫӳрӗҫ, ҫурҫӗртен тухӑҫа куҫӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав кун хитре хӗрсемпе яш ачасем антӑхнипе халтан кайӗҫ;</verse>
				<verse number="14">халӗ вӗсем Самари ҫылӑхӗпе тупа тӑваҫҫӗ: «эй Дан, санӑн турру чӗрӗ! Вирсавияна илсе каякан ҫул та чӗрӗ!» тееҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ кайса ӳкӗҫ те урӑх тӑраймӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Эпӗ Ҫӳлхуҫа парне вырӑнӗ ҫумӗнче тӑнине куртӑм, Вӑл каларӗ: хапхан ҫӳлти суллине ҫап, хапха суллисем кисренсе кайччӑр, вӗсене пурин пуҫӗ ҫине те ишӗлтерсе антар, ыттисене Эпӗ хӗҫпе тӗп тӑвӑп: тараканнисенчен пӗри те тарса ӳкеймӗ, хӑтӑлас теекеннисенчен пӗри те хӑтӑлаймӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем ҫӗр тӗпне тарса пытанас пулсан та, Манӑн аллӑм вӗсене унтан та туртса кӑларӗ; пӗлӗт ҫине улӑхса каяс пулсан та, вӗсене унтан та сирпӗтсе антарӑп.</verse>
				<verse number="3">Кармил тӑрринче пытанса ларас пулсан та, вӗсене унтан та шыраса тупса илсе килӗп; Манӑн куҫӑмран тинӗс тӗпне анса пытанас пулсан та, унта та тинӗс ҫӗленне вӗсене суранлатма хушӑп.</verse>
				<verse number="4">Хӑйсен тӑшманӗсен умӗнчен пырса тыткӑна каяҫҫӗ пулсан, Эпӗ хушнипе вӗсене унта та хӗҫ касса тӑкӗ. Вӗсем ҫине Хамӑн куҫӑмпа ырӑ сунса мар, хуйхӑ сунса пӑхӑп.</verse>
				<verse number="5">Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗре сӗртӗнӗ ҫеҫ — ҫӗр ирӗлсе те кайӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте йӗрсе-макӑрса ярӗҫ; пӗтӗм ҫӗр юханшыв пек ҫӗкленсе кайӗ те Египет шывӗ пек анса ларӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти керменӗсене тӳпене туса лартнӑ, никӗсне ҫӗр ҫине ҫирӗплетсе лартнӑ, Вӑл тинӗс шывӗсене чӗнсе илсе пӗтӗм ҫӗр пичӗ тӑрӑх юхтарать; Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="7">Израиль ывӑлӗсем, эсир те Маншӑн Эфиопи ҫыннисен ывӑлӗсем пекех мар-и? тет Ҫӳлхуҫа. Израиле Египет ҫӗрӗнчен, филистимсене Кафтортан, Арам ҫыннисене Киртан Эпӗ илсе тухмарӑм-и вара?</verse>
				<verse number="8">Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ куҫӗ — ҫылӑхлӑ патшалӑх ҫинче, Эпӗ ӑна ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп; анчах Иаков килне пӗтӗмпех пӗтермӗп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Акӑ Эпӗ хушӑп та — Израиль килне пур халӑхсем хушшине салатса ярӑп, тырӑ пӗрчисене ала ҫинче пӗри те ҫӗре ӳкмелле мар салатнӑ пек салатӑп.</verse>
				<verse number="10">Ман халӑхӑмӑн ҫылӑхлӑ ҫыннисем, «ҫакӑ инкек пире ҫитмӗ, пирӗн патӑмӑра килмӗ!» теекенсем, пурте хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав кун Эпӗ Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, ун ӑшӗнчи хушӑксене питӗрӗп, мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна авалхи евӗрлех туса ҫитерӗп,</verse>
				<verse number="12">ҫапла вӗсем Эдомӑн йӑлкӑмне, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсене пурне те хӑйсен аллине илччӗр, тет ҫакна пурне те пултаракан Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Акӑ сухаҫӑ тырӑ выракана, иҫӗм ҫырли таптакан иҫӗм йывӑҫӗ лартакана тӗл пулас кунсем ҫитӗҫ; тусем иҫӗм сӗткенӗ юхтарса тӑрӗҫ, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ пӗтӗм сӑрт ҫинчен юхса выртӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Хамӑн халӑхӑма, Израиль халӑхне, тыткӑнран каялла илсе килӗп, ӗнтӗ пушанса юлнӑ хуласенче ҫурт-йӗр ҫавӑрӗҫ те унта пурӑнма вырӑнаҫӗҫ; иҫӗм пахчисем лартса тултарӗҫ, иҫӗм ҫырлинчен эрех туса ӗҫӗҫ, йывӑҫ пахчисем лартса ӳстерӗҫ те улма-ҫырла ҫийӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ҫапла вӗсене хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫтарӑп, текех вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен, Эпӗ панӑ ҫӗртен, хӑваласа ямӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турру.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="31">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Авдие курӑнни. Ҫӳлхуҫа Турӑ Эдом ҫинчен ҫапла калать: эпир Ҫӳлхуҫаран хыпар илтрӗмӗр, ӗнтӗ халӑхсене: «ҫӗкленӗр те, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухатпӑр!» тесе пӗлтерме хыпарҫӑ та янӑ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ Эпӗ сана халӑхсем хушшинче кӗҫӗнни турӑм, санран пурте йӗрӗнеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Чӗрӳ мӑнаҫлӑхӗ улталарӗ сана: эсӗ ту хушӑкӗсенче, ҫӳллӗ вырӑнта, пурӑнатӑн, ҫавӑнпа хӑвӑн ӑшунта: «кам мана ҫӗре туртса антарайӗ?» тесе шухӑшлатӑн.</verse>
				<verse number="4">Анчах эсӗ ӑмӑрткайӑк пек ҫӳле ҫӗкленес пулсан та, ҫӑлтӑрсем хушшинче йӑва ҫавӑрас пулсан та, Эпӗ сана унтан та туртса антарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="5">Вӑрӑсем килмен-и сан патна? ҫӗрлехи хурахсем килмен-и? ытла та тустарса хӑварнӑ-ҫке сана! Анчах вӗсем хӑйсене мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫеҫ вӑрланӑ пулӗччӗҫ. Сан патна иҫӗм ҫырли татма кӗрес пулсан, ҫавсем пӗр-ик ҫырла та пулин хӑвармӗччӗҫ-и вара?</verse>
				<verse number="6">Исав патӗнче епле пӗтӗмпех пуҫтарса кайнӑ, мулне пытарнӑ вӑрттӑн кӗтессене те ухтарнӑ!</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑнпа килӗшӳре тӑракансемех сана чикке ҫитичченех кӑларса ярӗҫ, хӑвӑнпа ҫураҫуллӑ пурӑнакансемех улталӗҫ сана, ҫӗнтерӗҫ, хӑвӑн ҫӑкӑрна ҫиекенсемех ҫапса ӳкерӗҫ сана. Вӑл ӑнланас ҫук!</verse>
				<verse number="8">Эпӗ Эдомри ӑсчахсене, Исав тӑвӗ ҫинчи ӑстӑнлисене пӗтернӗ кун пулмӗ-и ҫакӑ? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Исав тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене пурне те вӗлерсе тухас тесе, Феман, санӑн паттӑрусене сехӗрлентерсе пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑн тӑванна, Иакова, хӗсӗрленӗшӗн сана намӑс хупласа илӗ, унтан сана ӗмӗрлӗхе пӗтерӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав кунхине, эсӗ айккинче тӑнӑ чухне, ҫав кунхине, ют ҫынсем ун ҫарне тыткӑна илсе кайнӑ чухне, ют халӑх ҫыннисем ун хапхинчен кӗнӗ чухне, Иерусалим пирки шӑпа янӑ чухне, эсӗ ҫавсенчен пӗри пекех пултӑн.</verse>
				<verse number="12">Хӑвӑн тӑванун хура кунӗшӗн, ӑна нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ куншӑн санӑн хӗпӗртеме кирлӗ марччӗ; Иуда ывӑлӗсене пӗтернӗ кун савӑнма, синкерлӗ кун шӑл йӗрсе тӑма кирлӗ марччӗ.</verse>
				<verse number="13">Манӑн халӑхӑмӑн телейсӗр кунӗнче санӑн ун хапхинчен кӗме кирлӗ марччӗ, вӑл пӗтнӗ кунхине унӑн мӗскӗнлӗхне курма та кирлӗ марччӗ, унӑн синкерлӗ кунӗнче унӑн пурлӑхне те тӗкӗнме кирлӗ марччӗ,</verse>
				<verse number="14">тарма пикеннисене вӗлермешкӗн ҫул тӑваткӑлӗсенче тӑма та, синкерлӗ кун чӗрӗ юлнисене сутма та кирлӗ марччӗ санӑн.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ пур халӑхшӑн та Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет: эсӗ ху мӗн кӑтартнӑ — сана та ҫавнах кӑтартӗҫ; хӑвӑн ӗҫӳ хӑвӑн пуҫу ҫинех ӳкӗ.</verse>
				<verse number="16">Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче эсир мӗнле ӗҫрӗр, ытти халӑхсем те пурте ялан ҫапла ӗҫӗҫ, ӗҫӗҫ, ҫӑтса ярӗҫ, вара хӑйсем нихӑҫан пулман пекех пулӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Сион тӑвӗ ҫинче вара ҫӑлӑнӑҫ пулӗ, ҫакӑ ту сӑваплӑ вырӑн пулса юлӗ; Иаков килӗ хӑйӗн ҫӗрне каялла илӗ.</verse>
				<verse number="18">Иаков килӗ вут пулӗ, Иосиф килӗ — ҫулӑм, Исав килӗ вара улӑм пулӗ: чӗртсе ярӗҫ те ӑна тӗп тӑвӗҫ, Исав килӗнчен никам та юлмӗ: ҫакна Ҫӳлхуҫа каланӑ.</verse>
				<verse number="19">Кӑнтӑр енче пурӑнакансем Исав тӑвне, айлӑмра пурӑнакансем филистимсен ҫӗрне туртса илӗҫ, Ефрем хирӗсене те, Самари хирӗсене те туртса илӗҫ, Вениамин вара Галаада туртса илӗ.</verse>
				<verse number="20">Израиль ывӑлӗсен ҫарӗнчен куҫарса кайнисем ханаансен ҫӗрне Сарепта таран ярса илӗҫ, Иерусалимран куҫарса кайнисем вара, халӗ Сефарадра тӑракансем, кӑнтӑрти хуласене еткерлӗхе илӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Вара Исав тӑвне сут тумашкӑн Сион тӑвӗ ҫине ҫӑлӑнӑҫ паракансем килӗҫ, ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗ пулса тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="32">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ионӑна, Амафия ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, унта вӗрентсе кала, мӗншӗн тесессӗн унӑн усал ӗҫӗсем Ман патӑма ҫитрӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="3">Вара Иона Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнчен Фарсиса тарам тесе тӑнӑ та Иоппие пырса ҫитнӗ, Фарсиса каякан карапа шыраса тупнӑ, ҫул укҫи тӳленӗ те, Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнчен Фарсиса каям тесе, карап ҫине ларнӑ.</verse>
				<verse number="4">Анчах Ҫӳлхуҫа тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил кӑларнӑ, тинӗсре хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл тапраннӑ, карап кӗҫ-вӗҫ саланса каяс патнех ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="5">Карапҫӑсем сехӗрленсе ӳкнӗ, кашнийӗ хӑйӗн туррине йӑлӑнма тытӑннӑ; карапа ҫӑмӑллатас тесе ун ҫине тиенӗ ҫӑксене тинӗсе ывӑтма пуҫланӑ; Иона вара шала аннӑ, выртнӑ та ҫывӑрмаллипех ҫывӑрса кайнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ун патне карап пуҫлӑхӗ пынӑ та каланӑ: эсӗ мӗн ҫывӑрса выртатӑн? тӑр, хӑвӑн Турруна тархасла; тен, Турӑ пире аса илӗ те, вара пӗтмӗпӗр эпир, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Унтан пӗр-пӗрне каланӑ: каяр та шӑпа ярар, ҫак инкеке кам пирки курнине пӗлер, тенӗ. Вара шӑпа янӑ, шӑпи Ионӑна тухнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑн чухне ӑна каланӑ: кала-ха пире, ҫакӑ инкек пирӗн тӗле кама пула килсе ҫитрӗ? мӗн ӗҫлесе пурӑнатӑн эсӗ, ӑҫтан килетӗн? санӑн ҫӗрӳ-шыву ӑҫта, мӗнле халӑх ҫынни пулатӑн эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ еврей, тӳпе Туррине, тинӗспе типҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа Турра, пуҫҫапса пурӑнатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫынсем шутсӑр хытӑ хӑраса ӳкнӗ те ӑна: мӗншӗн ҫапла турӑн-ха эсӗ? тенӗ. Иона хӑй каласа панипе, ҫынсем ӗнтӗ вӑл Ҫӳлхуҫаран тарса ҫӳренине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="11">Тинӗс хумханма чарӑнман та, Ионӑна каланӑ: тинӗс пирӗншӗн лӑплантӑр тесессӗн, пирӗн сана мӗн тӑвас? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иона вӗсене каланӑ: тытӑр та мана — тинӗсе ывӑтӑр, вара тинӗс сирӗншӗн лӑпланӗ; ҫакӑ хӑватлӑ тӑвӑл сирӗн тӗле мана пула килсе ҫитнине пӗлетӗп эпӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Анчах ҫав ҫынсем, ҫыран хӗррине тухасахчӗ тесе, вӑйпах кӗсменпе авӑсма тытӑннӑ, анчах тухма пултарайман, мӗншӗн тесессӗн тинӗс ҫав-ҫавах вӗсене хирӗҫ тулашса ахӑрнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Сана йӑлӑнатпӑр, пирӗн ҫак ҫын чунӗшӗн пӗтес марччӗ, унӑн айӑпсӑр юнӗ пирӗн ҫинче ан шутлантӑр: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна мӗн кирлине тунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ӗнтӗ тытнӑ та Ионӑна — тинӗсе ывӑтнӑ, вара хаярланса ҫитнӗ тинӗс лӑпланнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, ырӑ ӗҫсем тума сӑмах панӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа пысӑк кита Ионӑна ҫӑтса яма хушнӑ; ҫав кит ӑшӗнче Иона виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр выртнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иона ӗнтӗ кит ӑшӗнче хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине кӗлтунӑ,</verse>
				<verse number="3">вӑл ҫапла каланӑ: хуйхӑ ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та, Вӑл илтрӗ мана; ҫӗр варӗнчен кӑшкӑрса чӗнтӗм те — Эсӗ ман сассӑма илтрӗн.</verse>
				<verse number="4">Мана Эсӗ тарӑна, тӗпсӗр тинӗс варринех, пӑрахрӑн, юхӑмсем хупласа илчӗҫ мана; Санӑн шывусем, Санӑн хумусем пурте манӑн тӗлӗмрен иртрӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Каларӑм вара: Санӑн куҫу умӗнчен сирӗлнӗ эпӗ, ҫапах та Санӑн таса Ҫуртна каллех курӑп-ха эпӗ.</verse>
				<verse number="6">Шывсем мана чунӑм патне ҫитиех хупласа илчӗҫ, тӗпсӗр авӑр ҫавӑрса илчӗ мана; манӑн пуҫӑм тавра тинӗс курӑкӗ яваланчӗ.</verse>
				<verse number="7">Тусен тӗпне ҫитиех анса кайрӑм, ҫӗр хӑйӗн хӳмисемпе ӗмӗрлӗхех пӳлсе хучӗ мана; ҫапах та Эсӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, чунӑма тамӑкран кӑларӑн.</verse>
				<verse number="8">Ӑшӑмра чунӑм халтан кайса ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана аса илтӗм, вара манӑн кӗллӗм Сан патна, Санӑн таса Ҫуртна ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="9">Ниме тӑман суя турӑсене пуҫҫапакансем хӑйсенӗн Ырӑ Кӑмӑллине пӑрахрӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ вара Сана мухтаса парне кӳрӗп, сӑмах панине тӑвӑп: ҫӑлӑнӑҫ — Ҫӳлхуҫара.</verse>
				<verse number="11">Вара Ҫӳлхуҫа кита каланӑ та, вӑл Ионӑна ҫӗр ҫине кӑларса пӑрахнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ионӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, Эпӗ сана мӗн калама хушнине ҫавӑнта вӗрентсе ҫӳре, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иона тӑнӑ та, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе, Ниневие кайнӑ: Ниневи вӑл Турӑ умӗнче аслӑ, виҫӗ кун утмалӑх хула пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара Иона хулара кун каҫиччен мӗн чухлӗ утма май килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫӳренӗ, вӑл ҫапла вӗрентсе каланӑ: тата хӗрӗх кун юлчӗ, унтан Ниневи арканать! тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ниневи ҫыннисем Турӑ каланине ӗненнӗ, вара типӗ тытма йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ ватти-вӗтти таранах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ,</verse>
				<verse number="7">патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр,</verse>
				<verse number="8">ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр.</verse>
				<verse number="9">Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ.</verse>
				<verse number="10">Турӑ вӗсен ӗҫӗсене, вӗсем хӑйсен усал ҫулӗнчен пӑрӑннине курнӑ та, хӗрхенсе, вӗсем ҫине яма пулнӑ асапа яман вара.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ҫапла пулса тухнӑшӑн Иона питӗ кӑмӑлсӑр пулнӑ та вӗчӗрхенсех ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="2">Вара вӑл Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ҫапла пуласса хам ҫуралнӑ ҫӗршывра чухнех каламанччӗ-и эпӗ? Ҫавна пулах эпӗ Фарсиса тартӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ те нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ пулнине, Ху ярас тенӗ асапшӑн пӑшӑрханассине пӗлнӗ эпӗ.</verse>
				<verse number="3">Халӗ вара, Ҫӳлхуҫамӑм, манран чунӑма ил: маншӑн пулсан вилни пурӑннинчен аванрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫа каланӑ ӑна: ҫакӑ сана чӑнах та ҫав териех пӑшӑрхантарчӗ-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иона ӗнтӗ хуларан тухнӑ та хула ҫывӑхне, унӑн тухӑҫ енне, ларнӑ, унта хӑй валли хӳшӗ тунӑ та, хулана мӗн пулассине курас тесе, хӳшӗри сулхӑна кӗрсе ларнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа Турӑ вара, Иона пуҫӗ тӗлӗнче сулхӑн пултӑр тесе, пӑшӑрханнӑскере лӑплантарас тесе, ӳсентӑран шӑттарса ӳстернӗ, ӳсентӑранӗ Ионӑран ҫӳле ӳссе хӑпарнӑ; ҫакӑншӑн Иона калама ҫук хӗпӗртенӗ.</verse>
				<verse number="7">Унтан Турӑ ҫапла тунӑ: тепӗр кунхине, шурӑмпуҫ килнӗ чухне, ӳсентӑрана хурт кӑшланӑ та, курӑк хӑрса ларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Хӗвел тухсан, Турӑ тухӑҫӑн шӑрӑх ҫилне вӗртернӗ, хӗвел Ионӑн пуҫне хӗртме пуҫланӑ; Иона пӗтӗмпех халтан кайса ҫитнӗ те хӑйшӗн вилӗм ыйтса каланӑ: маншӑн пулсан вилни пурӑннинчен аванрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара Турӑ Ионӑна каланӑ: ҫак ӳсентӑраншӑн чӑнах та ҫав териех хурлантӑн-им эсӗ? тенӗ. Иона: питӗ хурлантӑм ҫав, вилес пекех, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Унтан Турӑ каланӑ: эсӗ ху вӑй хумасӑр, ху ӳстермен ӳсентӑраншӑн, пӗр каҫра ӳссе пӗр каҫрах типсе ларнӑ курӑкшӑн пӑшӑрханатӑн.</verse>
				<verse number="11">Ниневие, аслӑ хулана, сылтӑм аллине сулахаййинчен уйӑрма пӗлмен ҫӗр ҫирӗм пин ҫын ытла пурӑнакан хулана, йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхлӗ хулана, Манӑн епле хӗрхенмелле марччӗ-ха? тенӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="33">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Морасфа ҫыннине Михее Иудейӑра Иоафам, Ахаз тата Езекия патшара ларнӑ вӑхӑтра Самарипе Иерусалим ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Эй халӑхсем, пурте итлӗр, эй ҫӗр, ҫӗре тултарса тӑракансем, тӑнлӑр пурте! Ҫӳлхуҫа Турӑ, Хӑйӗн таса Ҫуртӗнчен курса тӑракан Ҫӳлхуҫамӑр, сире хирӗҫ кӳнтелетӗр!</verse>
				<verse number="3">Акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Хӑй тӑракан вырӑнтан тухӗ те, тӳперен анса, ҫӗрӗн ҫӳллӗ вырӑнӗсем ҫине пусӗ.</verse>
				<verse number="4">Ун ури айӗнче тусем вут-ҫулӑм ҫинчи ӑвӑс пек ирӗлсе кайӗҫ, айлӑмсем чӑнкӑ ҫӗртен юхакан шывсем пек пайланса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакӑ пӗтӗмпех Иаковӑн усаллӑхӗшӗн, Израиль килӗн ҫылӑхӗшӗн пулӗ. Иаков усаллӑхӗ камран килнӗ? Самарирен мар-и-ха? Иудейӑра тӳпем вырӑнсене кам туса хунӑ? Иерусалим мар-и-ха?</verse>
				<verse number="6">Ҫакӑншӑн Самарирен хирти ишӗлчӗк купи, иҫӗм йывӑҫӗ лартса ӳстермелли вырӑн туса хурӑп; унӑн чулӗсене айлӑмалла сирпӗтӗп, ӑна никӗсӗ тухиччен ҫӗмӗрӗп.</verse>
				<verse number="7">Вӑл пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисем арканӗҫ, унӑн аскӑнлӑх парнийӗсем пурте вутра ҫунса кайӗҫ, унӑн пӗтӗм йӗрӗхне ҫӗмӗрсе тӑкӑп, мӗншӗн тесен вӗсене вӑл аскӑнлӑх парнисенчен туса лартнӑ; вӗсем каллех аскӑнлӑх парнисемех пулӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫакӑншӑн эпӗ куҫҫуль тӑкӑп, ӗсӗклесе йӗрӗп, ҫаратса хӑварнӑ, ҫарамас юлнӑ ҫын пек ҫӳрӗп, шакал пек ӳлӗп, страус пек макӑрӑп,</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн тесен вӑл арканни чуна ыраттарать, ҫак инкек ӗнтӗ Иуда патне, ман халӑхӑмӑн хапхи патне, Иерусалим патнех ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑн ҫинчен Геф хулинче ан пӗлтерӗр, унта хыттӑн ан макӑрӑр; анчах Офра ялӗнче кӗлпе сапӑн.</verse>
				<verse number="11">Эй Шафир хулин хӗрӗ-арӑмӗ, сире намӑсла ҫарамаслантарнӑ, ӗнтӗ урӑх вырӑна куҫса кайӑр; Цаанра пурӑнакансем те тухса тараймӗҫ; Ецель ялӗнче йӗреҫҫӗ — унта сире хӳтлӗх памӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Марофа хулин хӗрӗ-арӑмӗ хӑйӗн пурлӑхӗшӗн хуйхӑрать: Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх Иерусалим хапхи патнех анчӗ.</verse>
				<verse number="13">Эй Лахис хӗрӗ-арӑмӗ, урапуна хӑвӑрт чупакан утсем кӳлсе тӑрат; эсӗ — Сион хӗрӗ тунӑ ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ, Израилӗн усал ӗҫӗсем санра курӑна пуҫларӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑнпа эсӗ парнӳсене Морешеф-Гефа ярса тӑрӑн; анчах Ахзив ялӗсем Израиль патшисемшӗн ултавлӑ пулӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Эй Мореш хулин хӗрӗ-арӑмӗ, сан патна тата еткерҫӗне илсе пырӑп; Одоллам патнех — Израиль чапӗ патнех — ҫитет вӑл.</verse>
				<verse number="16">Хӑвӑн ӑшшӑн юратнӑ ывӑлусемшӗн хуйхӑрса, ҫӳҫне илтерсе яр, кастар; шакла хырса яр, тӗк тӑкакан ӑмӑрткайӑк пек пул: вӗсене ӗнтӗ сан патӑнтан куҫарса кайӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Йӗркесӗр ӗҫ тума шухӑшлакансене, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче усал ӗҫсем шухӑшласа кӑларса, хӑйсенӗн аллинче вӑй пуррине кура, ҫав ӗҫсене ирхине тул ҫутӑлнӑ чухне тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="2">Тырӑ пуссине хапсӑнаҫҫӗ те — ӑна вӑйпа илеҫҫӗ, ҫуртсене хапсӑнаҫҫӗ те — вӗсене те туртса илеҫҫӗ; ҫыннине те, унӑн кил-ҫуртне те, ҫыннине те, унӑн пурлӑхне те ҫаратса каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак ӑру ҫине хӗн-асап яма шухӑшлатӑп, эсир ӑна ӗнсӗр ҫинчен сирсе пӑрахаймӑр, йӑрӑсланса ҫӳреймӗр: ку вӑл — усал вӑхӑт.</verse>
				<verse number="4">Ҫав кун сирӗн ҫинчен ытарӑш каласа парӗҫ, хура куҫҫулӗпе йӗрсе ҫапла калӗҫ: «эпир пӗтӗмпех ҫука тӑрса юлтӑмӑр! халӑхӑмӑн еткерлӗх ҫӗрне урӑххисене пачӗҫ; ман аллӑма мӗнле таврӑнӗ вӑл! ӗнтӗ пирӗн хирсене ют халӑх ҫыннисене валеҫсе панӑ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа санӑн Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухура ҫӗр виҫмешкӗн шӑпа ярса параканӗ никам та пулмӗ.</verse>
				<verse number="6">Эй пророксем, пророкла ан калаҫӑр; хӑвӑрӑн мӑшкӑл курмалла ан пултӑр тесессӗн, вӗсене малашне мӗн пулассине ан калӑр.</verse>
				<verse number="7">Эй Иаков килӗ ятлӑскер! Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ чакрӗ-им вара? Унӑн ӗҫӗсем ҫавӑн пек-им? тӗрӗс пурӑнакана Манӑн сӑмахӑмсем ырӑлӑх кӳмеҫҫӗ-им вара?</verse>
				<verse number="8">Ӗлӗк Манӑн пулнӑ халӑхӑм тӑшман пек ҫӗкленчӗ, эсир ӗнтӗ лӑпкӑн иртсе ҫӳрекен, вӑрҫӑ ҫинчен шутламан ҫынсенӗн ҫиелти тумтирне те, аялти тумтирне те сӳсе илетӗр.</verse>
				<verse number="9">Манӑн халӑхӑм арӑмӗсене эсир хӑтлӑ ҫурчӗсенчен хӑваласа кӑларатӑр; вӗсен ачисенчен эсир яланлӑхах Манӑн илеме туртса илетӗр.</verse>
				<verse number="10">Тӑрӑр та тухса кайӑр: ҫакӑ ҫӗршыв канлӗх вырӑнӗ мар; ӑна тасамарлӑхшӑн тустарӗҫ, ҫитменнине тата тискеррӗн тустарӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Эхер те пӗр-пӗр ҫӑмӑлттай суя суйса: «эпӗ сана эрехпе ҫиккер ҫинчен вӗрентӗп» тесессӗн, вӑл ҫак халӑхшӑн юрӑхлӑ вӗрентекен пулнӑ пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй Иаков, епле пулсан та сана пӗтӗмпе пуҫтарӑп, Израилӗн йӑлкӑмӗсене пӗрлештерӗпех, Восора хулинчи сурӑхсем пек, сурӑх картинчи кӗтӳ пек, вӗсене пӗрле хутӑштарӑп; вӗсем вара ҫын нумаййипе шавласа кайӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсен умӗнче хӳме ҫӗмӗрекенӗ пырӗ; вӗсем чӑрмавсене аркатса тӑкӗҫ, хапха витӗр кӗрсе ун витӗрех тухӗҫ; вӗсенӗн патши вӗсен умӗнче пырӗ, чӑн малта вара вӗсенӗн Ҫӳлхуҫи пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Каларӑм вара эпӗ: итлӗр-ха, Иаков йӑхӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем: сирӗн тӗрӗссине пӗлмелле марччӗ-и? терӗм.</verse>
				<verse number="2">Эсир вара ыррине кураймастӑр, усаллине юрататӑр; ҫынсенчен вӗсенӗн тирне сӳсе илетӗр, вӗсенӗн шӑмми ҫумӗнчен ӳтне сӗветӗр,</verse>
				<verse number="3">Ман халӑхӑмӑн ӳтне ҫиетӗр, тирне сӗветӗр, шӑммисене вататӑр, чӳлмеке янӑ пек тӗпрететӗр, ӳтне хурана янӑ пек ваклатӑр, терӗм.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем Ҫӳлхуҫана тархаслӗҫ, анчах Вӑл вӗсене илтмӗ, вӗсем усал ӗҫ тунӑ вӑхӑтра вӗсенчен Хӑйӗн сӑнне те пытарӗ.</verse>
				<verse number="5">Ман халӑхӑма аташтаракан пророксем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем шӑлӗпе кӑшлаҫҫӗ — канӑҫлӑх ҫинчен вӗрентеҫҫӗ, кам вӗсен ҫӑварне нимӗн те хумасть, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа Турӑ кӑтартни вырӑнне сирӗншӗн тӗттӗм каҫ пулӗ, малашнехине пӗлтерни вырӑнне сӗмлӗх пулӗ; пророксем тӗлӗнче хӗвел анса ларӗ те, вӗсен тӗлӗнче кун тӗттӗмленӗ.</verse>
				<verse number="7">Витӗркурансем намӑсланӗҫ, юм юмлакансем намӑса юлӗҫ, вара вӗсен пурин те ҫӑварӗ хупӑнӗ, мӗншӗн тесен Турӑран хурав пулмӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ вара Иакова хӑйӗн усал ӗҫне, Израиле хӑйӗн ҫылӑхне пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗн хӑвачӗпе, тӗрӗслӗхпе тата ҫирӗплӗхпе тӗреклӗлентӗм.</verse>
				<verse number="9">Апла итлӗр ҫакна, Иаков килӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем, тӗрӗс сутран йӗрӗнекенсем, пур тӳрӗ ӗҫе те кукӑртса яракансем,</verse>
				<verse number="10">Сиона юнран, Иерусалима тӗрӗсмарлӑхран тӑвакансем!</verse>
				<verse number="11">Унӑн пуҫлӑхӗсем сут тунӑшӑн парне илеҫҫӗ, унӑн священникӗсем тӳлевлӗ вӗрентеҫҫӗ, унӑн пророкӗсем малашлӑха укҫалла пӗлтереҫҫӗ, ҫав хушӑрах Ҫӳлхуҫана шанаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн хушшӑмӑрта мар-и-ха? Пире инкек ҫитес ҫук!» тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнпа сире пула Сиона хир пек сухаласа пӑрахӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫуртӑн тӑвӗ вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем ун патне ҫул тытӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Нумай-нумай йӑх пуҫтарӑнӗ, калӗҫ вара: «килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне улӑхар, Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене кӑтартӗ — эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр: Сионран саккун килӗ, Иерусалимран Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ килӗ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара вӗсем хӑйсен хӗҫӗнчен — сухапуҫӗ, хӑйсен сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ; пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм йывӑҫӗ айӗнче, хӑйӗн смоква йывӑҫӗ айӗнче ларӗ, вӗсене никам та хӑратмӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ.</verse>
				<verse number="5">Халӑхсем пурте харпӑр хӑй туррин ячӗпе ҫӳреҫҫӗ; эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑ кун уксаххисене пуҫтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа, салатса янисене Эпӗ йывӑрлӑх янипе хӗн-асап тӳснисемпе пӗрлештерӗп.</verse>
				<verse number="7">Уксаххисене йӑлкӑм, инҫете сапаланса кайнисене вӑйлӑ халӑх тӑвӑп та, Ҫӳлхуҫа вара Сион тӑвӗ ҫинче ҫакӑнтан малашне ӗмӗр-ӗмӗрех вӗсенӗн патши пулӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ вара, кӗтӳ пашнийӗ, Сион хӗрӗн сӑрчӗ! сан патна ӗлӗкхи чапу таврӑнӗ, ӗлӗкхи пек пуҫ пулса тӑрӑн, Иерусалим хӗрӗсем патне патшалӑх таврӑнӗ.</verse>
				<verse number="9">Мӗн пирки эсӗ халӗ ҫапла кӑшкӑрса йӗретӗн? Патшу ҫук-и санӑн? Е хӑвна канаш паракансӑр тӑрса юлтӑн-и, ҫавӑншӑн ҫуратакан арӑм аптӑраса ӳкнӗ пек асапланатӑн-и?</verse>
				<verse number="10">Эй Сион хӗрӗ, тертлен, ҫуратакан арӑм асапӗпе асаплан: эсӗ халӗ хуларан тухӑн, хирте пурӑнӑн, ҫапла Вавилона ҫитӗн; ҫавӑнта ҫӑлӑнӑн эсӗ, ҫавӑнта сана Ҫӳлхуҫа хӑвӑн тӑшманусен аллинчен хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="11">Халӗ вара сана хирӗҫ халӑхсем пуҫтарӑнчӗҫ, ҫапла калаҫҫӗ: «вӑл ирсӗрленсе юлтӑр та, пирӗн куҫӑмӑр Сиона курса тӑрантӑр!» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Анчах вӗсем Ҫӳлхуҫа шухӑшне пӗлмеҫҫӗ, Унӑн ӑсне чухлаймасӑр, Вӑл хӑйсене анкартине кӗлте пухнӑ пек пухнине тавҫӑрса илеймеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Эй Сион хӗрӗ, тӑр та авӑн ҫап, Эпӗ сан мӑйракуна тимӗртен тӑвӑп, чӗрнӳне пӑхӑртан тӑвӑп, эсӗ вара халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкӑн та вӗсен пухнӑ пурлӑхне, вӗсен пуянлӑхне пӗтӗм ҫӗрӗн Патшине, Ҫӳлхуҫана, парнелӗн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эй эшкерсенӗн хӗрӗ, ӗнтӗ хускал, ӗнтӗ вӑрҫа ҫӗклен: пире йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ, Израиль тӳрине питӗнчен алӑ туйипе ҫапа-ҫапа хӗнӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Эй Вифлеем-Ефрафа, эсӗ Иудӑн пин-пин ҫынлӑ хулисенчен кӗҫӗн-им вара? сан хушшунтан Ман валли Израильре Патша пулаканӗ ҫуралӗ, Вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчен, ӗмӗрхи кунсенчен тухӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнпа ҫуратаканӗн ҫуратас вӑхӑчӗ киличчен Вӑл вӗсене пӑрахса хӑварӗ; ҫуратсассӑн — Израиль ывӑлӗсем патне чӗрӗ юлнӑ тӑванӗсем те таврӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Вара тӑрӗ те Вӑл Хӑй халӑхне Ҫӳлхуҫа хӑвачӗпе, Хӑй Ҫӳлхуҫа Туррин аслӑ ячӗпе пӑхса усрӗ, ҫапла вӗсем хӑрушлӑх курмасӑр пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесен ун чухне Вӑл тӗнче хӗррине ҫитиех асла тухӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл канӑҫлӑх пулӗ. Ассур пирӗн ҫӗрӗмӗре килсе пирӗн тӗреклӗлетнӗ ҫуртӑмӑрсене кӗрсе кайсан, эпир вӗсене хирӗҫ ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх кӑларса тӑратӑпӑр.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем Ассур ҫӗрне хӗҫпе сыхлӗҫ, Немврод ҫӗрне унӑн хапхинчех сыхласа тӑрӗҫ; Ассур пирӗн ҫӗрӗмӗр ҫине, эпир пурӑнакан ҫӗр ҫине кӗрсен, унран шӑпах Вӑл ҫӑлса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="7">Иаковӑн йӑлкӑмӗ халӑхсем хушшинче, тӗрлӗ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа панӑ сывлӑм пек, курӑк ҫине ҫунӑ вӑйлӑ ҫумӑр пек пулӗ, вӑл ӗнтӗ ҫынна пӑхӑнса тӑмӗ, Адам ывӑлӗсене шанса пурӑнмӗ.</verse>
				<verse number="8">Иаковӑн йӑлкӑмӗ халӑхсем хушшинче, нумай-нумай йӑх хушшинче, вӑрманти тискер кайӑксем варринчи арӑслан пек, сурӑх кӗтӗвӗ варринчи ҫамрӑк арӑслан пек пулӗ, тапӑнсан ҫав ҫамрӑк арӑслан тапта-тапта ӳкерет, турта-турта ҫурать, ӗнтӗ унран никам та ҫӑлӑнаймӗ.</verse>
				<verse number="9">Санӑн аллу тӑшманусем ҫийӗн ҫӗкленӗ те, пур тӑшману та тӗп пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫав кун акӑ епле пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа: санӑн хушшунтан ҫар учӗсене пӗтерсе, ҫар ураписене ҫӗмӗрсе тухӑп,</verse>
				<verse number="11">санӑн ҫӗрӳнти хуласене аркатӑп, хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хӳтлӗхӳсене пурне те ишсе антарӑп,</verse>
				<verse number="12">санӑн аллунтан асам ӑсталӑхне туртса илӗп, пӗлӗтсене пӑхса юмӑҫ яраканӗсем те пулмӗҫ санӑн;</verse>
				<verse number="13">санӑн хушшунтан хӑв пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисене тата йӗрӗхсене пӗтерӗп, эсӗ вара текех хӑвӑн аллу тунӑ япаласене пуҫҫапмӑн.</verse>
				<verse number="14">Санӑн таса теекен катусене кӑкласа тӑкӑп, санӑн хулусене тустарса тухӑп.</verse>
				<verse number="15">Пӑхӑнман халӑхсене ҫиллӗмпе, тарӑхса тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Эй, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине итлӗр: тӑр, тусем умӗнче сутлаш, санӑн сассуна сӑртсем те илтчӗр!</verse>
				<verse number="2">Эй тусем, Ҫӳлхуҫа сут тунине итлӗр; эй эсир те, ҫӗрӗн ҫирӗп никӗсӗсем, итлӗр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗпе сута тӑнӑ, Вӑл Израильпе тупӑшать.</verse>
				<verse number="3">Эй халӑхӑм! Эпӗ сана мӗн турӑм, пурӑнӑҫна мӗн туса йывӑрлатрӑм? кала Мана.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм, чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтартӑм, сан умӑнтан Моисее, Аарона, Мариама ятӑм.</verse>
				<verse number="5">Эй халӑхӑм! Моав патши Валак мӗн шухӑш тытнине, Веор ывӑлӗ Валаам ӑна мӗн каланине, Ҫӳлхуҫанӑн тӳрӗ ӗҫӗсене пӗлмелле пултӑр тесе, Ситтимран пуҫласа Галгала ҫитиччен мӗн-мӗн пулса иртнине аса ил-ха.</verse>
				<verse number="6">«Ҫӳлхуҫа умне манӑн мӗнпе тӑрас, Ҫӳлти Турӑ умне мӗнпе чӗркуҫленсе ларас? Ун умне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе, ҫулталӑкри пӑрусемпе, тӑрас-и?</verse>
				<verse number="7">Анчах Ҫӳлхуҫана пин-пин такапа е вӗҫсӗр юхакан йывӑҫ ҫӑвӗпе юрама пулать-ши вара? Е Ӑна хамӑн усал ӗҫӗмшӗн — малтан ҫуралнӑ ывӑлӑма, чунӑм ҫылӑха кӗнӗшӗн — хамӑн варӑмран ҫуралнӑскере парӑпин ҫеҫ?»</verse>
				<verse number="8">Эй этем! мӗн ырри иккенне, Ҫӳлхуҫа санран мӗн ыйтнине каланӑ-ҫке сана: ялан тӳрӗ пулмалла, ырӑ ӗҫ тума юратмалла, хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа хулана чӗнсе калать, ӑслӑлӑх Санӑн яту умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑрать: эй, итлӗр туяна, итлӗр ӑна тӑрӑнтарса Лартакана.</verse>
				<verse number="10">Йӗркесӗр ҫыннӑн килӗнче халӗ те йӗркесӗрлӗх мулӗ ҫук-и-ха, ҫав килтех чакарса кӑтартакан, йӗрӗнтерекен виҫе ҫук-и-ха?</verse>
				<verse number="11">Тӗрӗс мар виҫекен тарасапа, хутаҫӑмри ултавлӑ тараса пуканӗсемпе таса ҫын пулайӑп-и эпӗ?</verse>
				<verse number="12">Хула пуянӗсем тӗрӗсмарлӑх ӑшне путнӑ та, унта пурӑнакансем те ултавлӑ калаҫаҫҫӗ, калаҫма та вӗсем суя чӗлхепе калаҫаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="13">апла Эпӗ те сана, хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн тустарса хӑварса, тӳрленейми пӗтерсе лартӑп.</verse>
				<verse number="14">Эсӗ ҫийӗн те — тутӑ пулаймӑн; сан ӑшунта пуш-пушӑ пулӗ; упраса усрӑн, анчах упраса ҫитереймӗн, мӗн упраса хӑварнине те хӗҫ айне тӑвӑп.</verse>
				<verse number="15">Акӑн — анчах выраймӑн; ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пусарса ҫу юхтарӑн та — ҫӑвӗпе сӗрӗнеймӗн; иҫӗм ҫырли сӗткенне пӑчӑртаса кӑларӑн, анчах эрехне ӗҫеймӗн.</verse>
				<verse number="16">Сирӗн Амврий йӑли-йӗркипе Ахав килӗн мӗнпур ӗҫӗ сыхланса юлнӑ, эсир вӗсенӗн канашӗсемпе пурӑнатӑр; Эпӗ сана ҫаратса хӑвармалла тӑвӑп, ҫыннусенчен култарӑп, Манӑн халӑхӑм мӑшкӑлне сирӗн курмалла пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Мана хуйхӑ ҫитрӗ! маншӑн халӗ — ҫуллахи ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑнхи пекех, иҫӗм ҫырлине татса пуҫтарнӑ хыҫҫӑнхи пекех: ҫиме пӗр ҫырла та, чуна пыракан пӗр пиҫнӗ ҫимӗҫ те ҫук.</verse>
				<verse number="2">Ҫӗр ҫинче ырӑ кӑмӑллисем пӗтрӗҫ, ҫынсем хушшинче тӳрӗ пурӑнакансем юлмарӗҫ; пурте, юн юхтарас тесе, кавар тӑваҫҫӗ; кашниех хӑйӗн тӑванӗ валли таната карать.</verse>
				<verse number="3">Вӗсенӗн алли усал ӗҫ тума вӗренесшӗн, пуҫлӑх хистесе парне ыйтать, тӳре сӗрев панине кура сут тӑвать, улпутсем, хура чунӗ мӗн ыйтнине каласа, ӗҫе пӑсса яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсенчен чи лайӑххи — кӳкен пек, тӳрӗ кӑмӑлли — йӗплӗ картаран та япӑхрах; Сан хыпарҫусенӗн кунӗ, Эсӗ килесси ҫывӑхарать; акӑ вӗсен шуйханса ӳкмелле пулӗ.</verse>
				<verse number="5">Тусӑра ан ӗненӗр, пӗлӗшӗре ан шанӑр; хӑвӑнпа юнашар выртакан хӗрарӑмран чӗлхӳ-ҫӑварна сыхла.</verse>
				<verse number="6">Ӗнтӗ ывӑлӗ ашшӗне хӑртать, хӗрӗ — амӑшне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрать; ҫыннӑн тӑшманӗсем — хӑйӗн килӗнчи тӑванӗсем.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫине пӑхӑп, хама ҫӑлакан Туррӑма шанса тӑрӑп: Туррӑм мана илтӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй тӑшман хӗрарӑм! маншӑн ан хӗпӗрте, ӳкрӗм пулин те — эпӗ тӑрӑп; эпӗ сӗмлӗхре пулин те — Ҫӳлхуҫа маншӑн ҫутӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл манӑн ӗҫӗме татса париччен, мана сут тӑвиччен ман ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Ун умӗнче ҫылӑха кӗтӗм; унтан Вӑл мана ҫутта илсе тухӗ те, эпӗ Унӑн тӳрӗлӗхне курӑп.</verse>
				<verse number="10">Мана курайман тӑшман хӗрарӑм, мана: «санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ӑҫта?» теекенскер, курӗ те ҫакна, ӑна намӑс хупласа илӗ. Вара манӑн куҫӑм ӑна урамри пылчӑка таптанӑ пек таптанине курса тӑранӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав кунхине, хӳмӳсене хӳнӗ кунхине, палӑртса хуни аяккарах куҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав кун сан патна Ассирирен, Египет хулисенчен, Египетпа Евфрат шывӗ хушшинчен, тинӗспе тинӗс хушшинчен, тупа ту хушшинчен килӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Леш ҫӗр вара унта пурӑнакансен айӑпне пула, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула пушхир пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="14">Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн сурӑхусене, Кармил ҫинчи вӑрманта улаххӑн пурӑнакансене Хӑвӑн туюпа пӑхса усра; авалхи кунсенчи пек, вӗсем Васанпа Галаадра кӗтӳре ҫӳреччӗр!</verse>
				<verse number="15">Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ кунсенчи пек, ӑна тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="16">Ҫакна халӑхсем курӗҫ те, хӑйсем темле хӑватлӑ пулсан та, намӑсланӗҫ; тути-ҫӑварне алӑпа хупласа тӑрӗҫ, хӑлхисем илтми пулса ларӗҫ;</verse>
				<verse number="17">ҫӗлен пек, тӑпра ҫулӗҫ, хӑйсен хӳтлӗхӗнчен вӗсем ҫӗр ӑманӗсем пек шуса тухӗҫ; пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан сехӗрленӗҫ, Санран хӑраса ӳкӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Йӗркесӗр ӗҫсене каҫаракан, Хӑй халӑхӗн йӑлкӑмне усал ӗҫӗсемшӗн айӑпа хуман Сан пек Турӑ кам пултӑр тата? Вӑл ӗмӗрех ҫилленсе тӑмасть, мӗншӗн тесен хӗрхенме юратать.</verse>
				<verse number="19">Вӑл каллех пире хӗрхенӗ, пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене пӑрахӑҫлӗ. Эсӗ пирӗн пӗтӗм ҫылӑха тинӗс авӑрне путарӑн.</verse>
				<verse number="20">Эсӗ Иакова Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кӑтартӑн, пирӗн аттемӗрсене малтанхи кунсенчех тупа туса пама пулнӑ ырӑлӑха Авраама кӑтартӑн.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="34">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ниневи хулине малашне мӗн пуласси ҫинчен калани; Елкос ҫыннине Наума мӗн курӑннисен кӗнеки.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа вӑл — хытӑ юратакан, хирӗҫ тавӑракан Турӑ; тавӑракан Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли те хӑрушӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн тӑшманӗсене тавӑрать, Хӑйне хирӗҫ тӑракансене каҫармасть.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа вӑрах тӳсӗмлӗ, Хӑйӗн хӑвачӗпе аслӑ, Вӑл хаса памасӑр хӑвармасть; Ҫӳлхуҫа пынӑ чухне ҫавраҫил тухать, ҫил-тӑвӑл тапранать, пӗлӗт — Унӑн ури тустарнӑ тусан.</verse>
				<verse number="4">Вӑл тинӗсе хушать те — тинӗс типет, ҫырмасем те пурте типсе-ҫунса выртаҫҫӗ; Васанпа Кармил ҫаралса ҫулҫӑ тӑкать, Ливан тӗсрен шупкалса юлать.</verse>
				<verse number="5">Унӑн умӗнче тусем чӗтренеҫҫӗ, сӑртсем ирӗлеҫҫӗ, Унӑн сӑнӗ умӗнче ҫӗр кисренет, тӗнче, тӗнчере пурӑнакансем пурте чӗтресе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Унӑн хаярлӑхӗ умӗнче кам тӳссе тӑрайӗ? Унӑн ҫиллин ҫулӑмне кам чӑтайӗ? Унӑн ҫилли вут пек сарӑлать; Унӑн умӗнче чул тусем арканса ишӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫӳлхуҫа — ырӑ, Вӑл — хуйхӑ кунӗнче тарса хӑтӑлмалли вырӑн, Вӑл Хӑйне шанакансене пӗлсе тӑрать.</verse>
				<verse number="8">Анчах та Ниневи хулине Вӑл пурне те путаракан шывпа тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтерӗ, Унӑн тӑшманӗсене сӗмлӗх хупласа илӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫана хирӗҫ мӗн шухӑш шухӑшлатӑр эсир? Вӑл пӗтӗмпе пӗтерсе тухӗ те, инкек тепре килмӗ вара:</verse>
				<verse number="10">вӗсем, пӗр-пӗринпе йӗплӗ кӳкен пек явӑнса чӑлханнӑскерсем, ӗҫке ернӗ ҫынсем пек ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗскерсем, типӗ улӑм пек хыпса илсе, пӗтӗмпех ҫунса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫана хирӗҫ усал шухӑшлакан, усал канаш тӑвакан санӑн патӑнтан тухнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа акӑ ҫапла калать: вӗсем хӑратмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем питӗ йышлӑ пулсан та, вӗсене касса тухӗҫ те, вӗсем ҫухалӗҫ; сана вара Эпӗ, йывӑрлӑх кӑтартнӑ пулин те, урӑх йывӑрлӑх кӑтартмӑп.</verse>
				<verse number="13">Халӗ Эпӗ унӑн сана тӑхӑнтартнӑ сӳсменне аркатса тӑкӑп, санӑн тӑллусене татса ывӑтӑп.</verse>
				<verse number="14">Ассур, сан тӗлӗшрен вара Ҫӳлхуҫа ҫапла татса панӑ: текех сан ятлӑ йӑх пулмӗ; санӑн турру ҫуртӗнчи йӗрӗхсемпе кӗлеткесене пӗтерсе тӑкӑп; унта сан валли виле шӑтӑкӗ хатӗрлӗп, мӗншӗн тесессӗн санран йӗрӗнӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Акӑ тусем ҫине ырӑ хыпар пӗлтерекен, тӑнӑҫлӑх ҫинчен пӗлтерекен ура ярса пусать! Эй Иудея, уявусене уявла, ху асӑнса хунине пурӑнӑҫла: ӗнтӗ усал ҫын текех сан урлӑ иртсе ҫӳреймӗ — ӑна тӗппипех пӗтернӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Сана хирӗҫ аркатакан ҫӗкленет: тӗрекӳсене хуралла, ҫулна-йӗрне сыхла, ҫанна-ҫурӑмна тӗреклентер, вӑйна-хӑватна пух.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа Иаков чапне, Израиль чапне ҫӗкленӗ пек, ҫӗнӗрен ҫӗклӗ, мӗншӗн тесен вӗсене хурахсем ҫаратрӗҫ, вӗсен иҫӗм йывӑҫӗсене пӗтерсе тӑкрӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Унӑн паттӑрӗсен хулканӗ хӗрлӗ; унӑн ҫар ҫыннийӗсем те йӑм хӗрлӗ тумпа; ҫапӑҫӑва тухас кун ҫар ураписем вут-кӑвар пек ялтӑраҫҫӗ, сӑннисем хумханакан вӑрман пек курӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Урамсем тӑрӑх ҫар ураписем ыткӑнаҫҫӗ, хулари уҫӑ лаптӑксенче кӗмсӗртетеҫҫӗ, вӗсем вут ҫути пек ялтӑртатаҫҫӗ, ҫиҫӗм пек ялкӑшаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл хӑйӗн паттӑрӗсене йыхӑрать, анчах лешӗсем утнӑ ҫӗртех такӑнаҫҫӗ; хула хӳми ҫине васкаҫҫӗ, анчах ӑна пӗтӗмпе хупӑрласа илнӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫырма хапхи уҫӑлать те, кермен ишӗлсе анать.</verse>
				<verse number="7">Ҫапла сӑмах татнӑ: ӑна ҫарамаслантарӗҫ те тыткӑна илсе кайӗҫ, унӑн хӑрхӑмӗсем кӑкӑрне ҫапа-ҫапа кӑвакарчӑн евӗр йынӑшӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Хӑйне лартнӑранпах Ниневи тулли шывлӑ пӗве пек пулнӑ, вӗсем вара тараҫҫӗ. «Чарӑнӑр, чарӑнӑр!» Анчах пӗри те ҫаврӑнса пӑхмасть.</verse>
				<verse number="9">Кӗмӗле ҫаратӑр, ылтӑна ҫаратӑр! кил-ҫуртра тыткаламалли хаклӑ йышши тӗрлӗ япала иксӗле те пӗлмест.</verse>
				<verse number="10">Ҫаратнӑ, пушатнӑ, йӑлт тустарнӑ ӑна; чӗре вӑйӗ пӗтет, чӗркуҫҫи чӗтрет; пурте пилӗксӗр пулнӑ, пурте сӑнран ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="11">Ӑҫта халь арӑслан шӑтӑкӗ, арӑсланпа арӑслан ами тата вӗсен ҫури никам хӑратнине пӗлмесӗр ҫӳренӗ кӗтӳлӗх ӑҫта?</verse>
				<verse number="12">хӑйӗн ҫурисене тӑрантарма ҫаратакан, хӑйӗн амисем валли пӑва-пӑва пӑрахакан, хӑйӗн ҫӗр хӑвӑлӗсене, хӑйӗн шӑтӑкӗсене ҫаратса тунӑ тупӑшӗпе тултаракан арӑслан ӑҫта?</verse>
				<verse number="13">Акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. Санӑн ҫар ураписене тӗтӗмпе мӑкӑрлантарса ҫунтарса ярӑп, санӑн арӑсланусен ҫурисем хӗҫ айне пулӗҫ, эсӗ туртса илнӗ тупӑша ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, санӑн элчӳсен сасси урӑх илтӗнмӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Юн тӑкакан хулана хуйхӑ ҫитрӗ! унта ултав тулнӑ, унта вӗҫсӗр ҫын вӗлереҫҫӗ; унта чарӑна пӗлмесӗр хурах пусать.</verse>
				<verse number="2">Пушӑ шартлатни, кусакан кустӑрмасем тӑнкӑртатни илтӗнет, утсем кӗҫенни, ыткӑнса пыракан ҫар ураписем кӗмсӗртетни илтӗнсе тӑрать.</verse>
				<verse number="3">Утлӑ ҫар вӑйкӑнса пырать, хӗҫ ҫиҫсе вылять, сӑнӑсем ялтӑртатаҫҫӗ; вӗлерни темӗн чухлӗ, купи-купипе виле: вилесен йышӗ те ҫук, ҫынсем вӗсене пыра-пыра такӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫакӑ вӑл хитре сӑн-питлӗ, асамлама ӑста асӑх арӑм нумай аскӑн ӗҫ тунӑ пирки килсе тухрӗ, вӑл хӑйӗн аскӑн ӗҫӗсемпе халӑхсене, асам тунипе ӑрусене сутать.</verse>
				<verse number="5">Акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. Питне тумтирӳн аркипе хуплӑп та халӑхсене санӑн ҫарамасна, патшалӑхсене санӑн намӑсна кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="6">Сана ирсӗрлӗх айне тӑвӑп, хӑвӑнтан йӗрӗнсе тӑмалла тӑвӑп, сана мӑшкӑла хӑварӑп.</verse>
				<verse number="7">Вара ҫапла пулӗ: кирек кам та сана курсанах айккинелле чупса кайӗ те калӗ: «Ниневи ҫука юлчӗ! Кам хӗрхенӗ ӑна? сана лӑплантаракана ӑҫтан тупайӑп?» тейӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ юханшывсем хушшинче ларакан, йӗри-тавра шыв ҫавӑрса илнӗ Но-Аммон хулинчен лайӑхрах-и вара? Унӑн хӳтлӗхӗ тинӗс пулнӑ, тинӗс уншӑн хӳме вырӑнне пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ӑна Эфиопипе Египет та тӗреклетнӗ, ӑна хӳтӗлекен халӑхсем те шутсӑр нумай пулнӑ; сана коптсемпе Ливи ҫыннисем те пулӑшса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Анчах ҫав хулана та куҫарса кайнӑ, вӑл тыткӑна лекнӗ; унӑн пӗчӗк ачисене те пӗтӗм урам тӑваткӑлӗнче ҫапа-ҫапа вӗлерсе хӑварнӑ; унӑн чаплӑ ҫыннисем пирки вара шӑпа сиктернӗ, аслӑ улпучӗсене пурне те тимӗрпе сӑнчӑрланӑ.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ те ҫапла пулӑн — ӳсӗрӗлсе кайӑн та пытанӑн; эсӗ те тӑшманран хӑтӑлма хӳтлӗх шырӑн.</verse>
				<verse number="12">Санӑн тӗреклӗлетнӗ пӗтӗм вырӑну пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫлӗ смоква йывӑҫӗ евӗрлӗ: силлетӗн те ӑна — ҫимӗҫӗсем ҫиес теекен ҫыннӑн ҫӑварнех ӳкеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Халӑху та санӑн хӑвӑн хӗрарӑмусем пекех: тӑшманусем умӗнче сан ҫӗрӳн хапхисем яриех уҫӑлса кайӗҫ, сӑлӑпусене вут ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="14">Хупӑрласа илнӗ вӑхӑта тӳсмелӗх шыв тултарса хур; хӳмӳсене тӗреклет; тухса пылчӑк аш, тӑм ҫӑр, кирпӗч хӗртмешкӗн кӑмакуна юса.</verse>
				<verse number="15">Эсӗ лӗпӗш хурчӗ пек ӗрчесе кайсан та, хӗрлӗ шӑрчӑк пек ӗрчесе кайсан та, унта сана вут хыпса ҫӑтӗ, хӗҫ тураса тӑкӗ, сана лӗпӗш хурчӗ ҫинӗ пек ҫисе ярӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Санӑн сутуҫусем тӳпери ҫӑлтӑртан та ытларах; анчах ҫакӑ хӗрлӗ шӑрчӑк саланӗ те вӗҫсе кайӗ.</verse>
				<verse number="17">Санӑн пуҫлӑхусем — хӗрлӗ шӑрчӑк пек, санӑн ҫарпуҫӗсем — сивӗ вӑхӑтра хушӑка пытаннӑ ӳпре-вис кӗтӗвӗ пек: хӗвел тухсанах вӗҫсе саланаҫҫӗ, вӗсем ӑҫта пулнине пӗлеймӗн те вара.</verse>
				<verse number="18">Эй Ассири патши, сан кӗтӳҫӳсем ҫывӑраҫҫӗ, аслӑ улпутусем канаҫҫӗ; халӑху тусем тӑрӑх саланса пӗтнӗ, ӑна пухма никам та ҫук.</verse>
				<verse number="19">Санӑн суранна эмеллеме май ҫук, хӗн-сурану асаплантарать сана. Сан ҫинчен хыпар илтнисем пурте сан инкекӳшӗн алӑ ҫупса савӑнӗҫ, мӗншӗн тесен санӑн ӗмӗрхи усаллӑху кама кӑна ҫитмен пулӗ?</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="35">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Аввакум пророка курӑнни, вӑл малашне мӗн пулассине курни.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тилмӗрсе чӗнӗп-ши Сана? — Эсӗ илтместӗн; хӑҫанччен пусмӑра пӗтерме тархаслӑп-ши Сана? — Эсӗ ҫӑлмастӑн.</verse>
				<verse number="3">Мана мӗншӗн усал ӗҫсене курмалла, асап ҫине пӑхса тӑмалла турӑн? Ман умӑмра — ҫарату та пусмӑр; вӑрҫӑ-харҫӑ тухать, хирӗҫӳ пуҫланать.</verse>
				<verse number="4">Ҫавна пула саккун хӑйӗн вӑйне ҫухатрӗ, тӗрӗс сут туни ҫук: йӗркесӗр ҫын тӳрӗ ҫынна ҫӗнтерет, ҫавӑнпа сучӗ те суя пулать.</verse>
				<verse number="5">Халӑхсем хушшине пӑхӑр-ха, тимлӗрех тинкерӗр-ха, вара хытӑ тӗлӗнетӗр эсир: сирӗн ӗмӗрте Эпӗ акӑ ҫакӑн пек ӗҫ тӑвӑп, ун ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмен те пулӑттӑр.</verse>
				<verse number="6">Акӑ Эпӗ халдейсене, хаяр та чарусӑр халӑха, хӑйне тивӗҫлӗ мар ҫӗрсене туртса илесшӗн ҫӗр талккӑшӗ тӑрӑх ҫӳрекенскере, хускатса ярӑп.</verse>
				<verse number="7">Хӑрушӑ та тискер вӑл; унӑн сучӗ те, унӑн вӑйӗ те унран хӑйӗнчен килет.</verse>
				<verse number="8">Учӗсем барсран та вичкӗнрех, ҫӗрлехи кашкӑртан та ҫивӗчрех; унӑн утлӑ ҫарӗ тӗрлӗ еннелле вирхӗнет; юланутҫисем унӑн инҫетрен килеҫҫӗ, тупӑшӗ ҫине вӑйкӑнакан ӑмӑрткайӑк пек вӗҫсе ҫитеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Пӗтӗмпе хатӗр вӑл ҫаратма; куҫӗ-пуҫӗпе малалла тирӗнсе, тыткӑна илнисене хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ пуҫтарса каять.</verse>
				<verse number="10">Вӑл патшасене те мӑшкӑллать, ҫулпуҫсене те ҫын кулли тӑвать; кирек хӑш керемрен те кулать вӑл: йӗри-тавра тӑпра хӳме хӑпартать те ӑна туртса илет.</verse>
				<verse number="11">Вара чӗри мӑнаҫланать унӑн, вӑл тилӗрсе ҫӳрет; унӑн вӑйӗ — хӑйӗн турри.</verse>
				<verse number="12">Анчах Эсӗ мӗн авалтанпах манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм, манӑн Святойӑм мар-и вара? эпир вилместпӗр! Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ ӑна пире сут тӑвасшӑн пулнипе анчах чарса тӑмарӑн. Эй манӑн Чул Хысакӑм! ӑна Эсӗ пире хаса памашкӑн янӑ.</verse>
				<verse number="13">Усал ӗҫсем Сан таса куҫу валли мар, Эсӗ хӗсӗрлени ҫине пӑхма пултараймастӑн; мӗншӗн-ха Эсӗ ҫын хӑйӗнчен тасараххине хыпса ҫӑтнӑ чухне йӗркесӗр ҫынсем ҫине пӑхатӑн, анчах нимӗн те чӗнместӗн,</verse>
				<verse number="14">ҫынсене тинӗсри пулӑ евӗр, хуҫисӗр тӑрса юлнӑ ҫӗлен-калта евӗр хӑваратӑн?</verse>
				<verse number="15">Вӗсене пурне те вӑлтапа ҫаклатать, хӑйӗн серепине лектерет, хӑйӗн тетелӗсене тултарать, ҫавӑншӑн хӗпӗртет те каппайланса савӑнать.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑншӑн вӑл хӑй серепине парнесем кӳрет, тетелӗ умӗнче тӗтӗрет, мӗншӗн тесен вӗсене пула унӑн пайӗ тулӑх, апачӗ чаплӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла пултӑр тесе, унӑн хӑйӗн серепине пушата-пушата тӑмалла-им, халӑхсене хӗрхене пӗлмесӗр пӗр вӗҫӗмсӗр вӗлермелле-им?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эпӗ хамӑн хуралӑма тӑтӑм та, Вӑл ман ӑшӑмра мӗн каланине пӗлем тесе, хамӑн ӳпкевӗм тӗлӗшӗнчен мӗн тавӑрса каламаллине чухлам тесе, пашне ҫинче сӑнаса тӑтӑм.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа мана хуравласа каларӗ: хӑвна мӗн курӑннине ҫырса пыр та, вулакан ҫӑмӑлах вулама пултартӑр тесе, чул хӑма ҫине уҫӑмлӑн картса хур:</verse>
				<verse number="3">сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла, пӗтесси ҫинчен калать, улталамасть вӑл; ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть.</verse>
				<verse number="4">Акӑ мӑнкӑмӑллӑ чун лӑпланаймӗ, тӳрӗ ҫын вара хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="5">Мӑнкӑмӑллӑ ҫын, йӳҫекен эрех пек, лӑпланаймасть, ҫапла вара хӑйӗн чунне тамӑк пек сарса пырать, вилӗм пек тӑрана пӗлмест, вӑл хӑй патне пур халӑха та пухать, йӑхсене пурне те тыта-тыта илет.</verse>
				<verse number="6">Анчах вӗсем пурте ун ҫинчен ытарӑш каламӗҫ-и, ҫапла тӑрӑхласа кулмӗҫ-и: «хӑйӗнни маррипе виҫесӗр пуякана — нумайлӑха-ши ку? — тата саклат иле-иле хӑйне виҫесӗр чӑрмав кӳрекене хуйхӑ ҫитӗ» темӗҫ-и?</verse>
				<verse number="7">Сана асаплантарас ҫынсем кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленмӗҫ-и, вӑрӑ-хурах сана хирӗҫ тухмӗ-и, вӗсем сана ҫаратса хӑвармӗҫ-и?</verse>
				<verse number="8">Ху нумай халӑха хурах пуснӑшӑн, ҫын юнне юхтарнӑшӑн, ҫӗршыва, хулана, унта пурӑнакансене ҫука хӑварнӑшӑн ытти халӑхсем хӑвна та ҫаратса тухӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлте йӑва ҫавӑрас, ҫапла инкек алли ҫапса антарасран шанчӑклӑ тӑрас тесе хӑйӗн килӗ валли улталаса пурлӑх тӑвасшӑн ҫунакансене хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="10">Нумай халӑха пӗтерсе, эсӗ хӑвӑн йӑхна чыссӑра кӑларакан шухӑш тытнӑ, хӑвӑн чунна ҫылӑха кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫурт чулӗсем кӑшкӑрса йӗме пуҫлӗҫ те, йывӑҫ каштасем вӗсене ҫапла хуравлӗҫ:</verse>
				<verse number="12">«юн ҫинче хула лартакана, тӳрӗ мар ӗҫпе керем тӑвакана хуйхӑ ҫитӗ!» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Халӑхсен ӗҫӗ вут-ҫулӑмпа пӗтни, йӑхсем хӑйсене кӑлӑхах асаплантарни Саваоф Ҫӳлхуҫаран килмест-и вӑл?</verse>
				<verse number="14">Тинӗсе шыв тулли тунӑ пек, ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавне пӗлнипе тулса ҫитӗ.</verse>
				<verse number="15">Сана, ҫывӑх ҫыннун намӑсне курасшӑн ӑна хӑвӑн ҫиллӳпе хутӑштарнӑ эрех паракана, ӑна ҫапла ӳсӗртекене, хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="16">Эсӗ мухтав вырӑнне намӑспа тӑрантӑн; ху та ӗҫ, намӑсна кӑтарт — Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм аллинчи курка тата хӑвӑн мухтаву намӑса юласси сан патна та ҫаврӑнса ҫитӗ.</verse>
				<verse number="17">Акӑ эсӗ Ливанра шуйхатса янӑ чӗрчунсене пӗтерсе, ҫын юнне юхтарса, ҫӗршыва, хулана, унта пурӑнакан мӗнпур ҫынна ҫаратса усал ӗҫсем турӑн, ҫавӑ хӑвӑн ҫинех йӑтӑнса анӗ.</verse>
				<verse number="18">Алӑсти тунӑ кӗлеткерен, ҫав шӑратса ӑсталанӑ суя вӗрентекенрен, чӗлхесӗр кӗлеткесем тӑвакан ӑсти хӑйӗн ӗҫне шанчӑклӑ тесессӗн те, мӗн усси?</verse>
				<verse number="19">Йывӑҫа: «тӑр!» теекене, чӗмсӗр чула: «вӑран!» теекене хуйхӑ ҫитӗ! Мӗне те пулин вӗрентӗ-и вӑл? Акӑ ӑна ылтӑнпа, кӗмӗлпе сӑрнӑ, анчах вӑл сывламасть.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа вара — Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче: Ун умӗнче пӗтӗм ҫӗр шӑп тӑтӑр!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Аввакум пророкӑн юрламалли кӗлли.</verse>
				<verse number="2">Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ каланине илтрӗм те — хӑраса ӳкрӗм. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Хӑвӑн ӗҫне хальхи вӑхӑтра пултарсам, хальхи вӑхӑтра кӑтартсам ӑна; ҫиллӳ килнӗ чухне хӗрхенӳ ҫинчен аса илсем.</verse>
				<verse number="3">Турӑ — Феман енчен, Святой — Фаран тӑвӗ енчен килет. Тӳпене Унӑн аслӑлӑхӗ хупӑрларӗ, ҫӗр Унӑн мухтавлӑхӗпе тулчӗ.</verse>
				<verse number="4">Унӑн мухтавлӑхӗ хӗвел ҫути пек ҫиҫет; Унӑн аллинчен ҫутӑ пайӑркисем сарӑлаҫҫӗ; ҫакӑнта Унӑн хӑвачӗн вӑрттӑн вырӑнӗ!</verse>
				<verse number="5">Ун умӗнче хӗн-суран, Ун хыҫӗнче вӗри ҫил пырать.</verse>
				<verse number="6">Вӑл тӑчӗ те — ҫӗре кисрентерчӗ; пӑхрӗ те — халӑхсене сехӗрлентерсе пӑрахрӗ; ӗмӗрхи тусем арканчӗҫ, чи авалхи сӑртсем ишӗлсе анчӗҫ; Унӑн ҫулӗсем — ӗмӗрхи ҫулсем.</verse>
				<verse number="7">Эфиопи чатӑрӗсем салхуллӑ ларнине куртӑм эпӗ; Мадиан ҫӗрӗнчи хӳшӗсем чӗтренчӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санӑн ҫиллӳ юханшывсем ҫине ӳкрӗ-им? тарӑхӑву юханшывсем ҫине, хаярлӑху тинӗс ҫине ӳкрӗ-им, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн утусем ҫине, Хӑвӑн хӑтаракан ҫар ураписем ҫине лартӑн-им?</verse>
				<verse number="9">Эсӗ ӑрусене тупа туса сӑмах панӑран Хӑвӑн ҫӗмренне туртса кӑлартӑн. Эсӗ ҫӗре ҫырмасемпе касса-ҫурса пӗтертӗн.</verse>
				<verse number="10">Сана курсассӑн, тусем чӗтресе ӳкрӗҫ, шывсем ыткӑнчӗҫ; тӗпсӗр авӑр сас пачӗ, аллине ҫӳле ҫӗклерӗ.</verse>
				<verse number="11">Санӑн вӗҫекен ҫӗмренӳсен ҫути умӗнче, Санӑн ҫиҫекен сӑннусен ялтравӗ умӗнче хӗвелпе уйӑх хӑйсен вырӑнӗнчех чарӑнса тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Эсӗ ҫӗр тӑрӑх ҫилӗллӗ ҫӳретӗн те халӑхсене тарӑхса таптатӑн.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ҫӑлма, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗскерне ҫӑлма тухатӑн. Эсӗ йӗркесӗр йӑх пуҫлӑхне пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫитиччен ҫарамаслантарса аркатса тӑкатӑн.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем чухӑна вӑрттӑн ҫӑтса яма шухӑшланӑ евӗр хавасланса, мана ҫӗмӗрсе тӑкма ҫавраҫил пек вирхӗнсе тухсан, Эсӗ ҫав йӑх ҫулпуҫӗсен пуҫлӑхне Хӑвӑн сӑннусемпе чиксе пӑрахатӑн.</verse>
				<verse number="15">Эсӗ Хӑвӑн утусемпе тинӗс урлӑ, аслӑ шывсен авӑрӗсем урлӑ ҫул хыврӑн.</verse>
				<verse number="16">Ҫакна илтрӗм те, ӑшӑм-чиккӗм ҫӳҫенсе кайрӗ; ҫав хыпар ҫитсенех, тутам чӗтреме пуҫларӗ, шӑмӑ варрине ҫитичченех ыраттарса ячӗ, ура айӗнчи ҫӗр кисренчӗ; анчах хӗн-асап ҫитнӗ кунхине, халӑхӑм ҫине вӑрӑ-хурах килсе тапӑнсан, манӑн лӑпкӑ пулмалла.</verse>
				<verse number="17">Смоква йывӑҫӗ ҫеҫке ҫурмасан та, иҫӗм йывӑҫӗ ҫимӗҫ памасан та, ҫу йывӑҫӗ ӑнмасан та, тырӑ пусси ҫиме памарӗ пулсан та, картара — сурӑх, пӳлмекре мӑйракаллӑ выльӑх юлмасан та —</verse>
				<verse number="18">ҫавӑн чухне те эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑп, хама ҫӑлакан Туррӑмшӑн хӗпӗртенӗп.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа Турӑ — манӑн хӑватӑм: Вӑл манӑн урана пӑлан ури пек тӑвӗ, Вӑл мана хамӑн ҫӳллӗ тӑвӑмсем ҫине илсе кайӗ! [Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне.]</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="36">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иосия — Амон ывӑлӗ, Иудея патши — пурӑннӑ вӑхӑтра Софонияна Ҫӳлхуҫа пӗлтерсе каланӑ сӑмах; Софония вӑл Хусий ывӑлӗ пулнӑ, Хусий — Годолия ывӑлӗ, Годолия — Амория ывӑлӗ, Амория вара Езекия ывӑлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа:</verse>
				<verse number="3">ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтерсе тӑкӑп, вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, йӗркесӗр пурӑнакансемпе ултава та пӗтерсе тӑкӑп; ҫынсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="4">Аллӑма Иудея ҫине, Иерусалимӑн мӗнпур ҫынни ҫине тӑсӑп; ҫак вырӑнта юлнӑ Ваалсене тӗппипех пӗтерӗп, чӳк пуҫӗсемпе священниксен ятне те манӑҫтарӑп;</verse>
				<verse number="5">ҫурт тӑрринче тӑрса ҫӳлти ҫар ушкӑнне пуҫҫапакансене те, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата хӑйсен патши ячӗпе тупа туса пуҫҫапакансене те,</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫаран уйрӑлса кайнисене те, Ҫӳлхуҫана шыраманнисене те, Ӑна тархасламаннисене те пӗтерсе тӑкӑп.</verse>
				<verse number="7">Шӑплан Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче! Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхрах: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа парне кӳмеллине хатӗрлесе хунӑ, кама чӗнмеллине кӑтартса панӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ кун ҫапла пулӗ: Эпӗ улпутсене, патша ывӑлӗсене, ют халӑхсен тумне тӑхӑнакансене пурне те пырса пӑхӑп;</verse>
				<verse number="9">ҫавӑ кун Эпӗ алӑк урати урлӑ сике-сике каҫакансене, хӑйсен Ҫӳлхуҫи Ҫуртне пусмӑрпа ултав тултаракансене пурне те пырса пӑхӑп.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Пулӑ хапхи умӗнче ҫухӑрни, ытти хапхасем умӗнче ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрӗ, сӑртсем хӑрушшӑн ишӗле-ишӗле анӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Эй хулан анат енӗнче пурӑнакансем, ӳлесе йӗрӗр: суту-илӳпе пурӑнакан халӑх пӗтӗмпех ҫухалӗ, кӗмӗл пухса тултарнисем тӗп пулӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ун чухне ҫапла пулӗ: Эпӗ, ҫутаткӑҫ илсе, Иерусалима пӑхса ҫаврӑнӑп та ҫӗприне ҫӗнетмесӗр пурӑнакансене, хӑйсен ӑшӗнче: «Ҫӳлхуҫа ырӑ та, усал та тумасть» теекенсене хаса парӑп.</verse>
				<verse number="13">Вӗсен пуянлӑхӗ ыттисен тупӑшӗ пулӗ, ҫурчӗсем юхӑнса пӗтӗҫ; вӗсем ҫуртсем лартӗҫ, анчах унта пурӑнаймӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗҫ, анчах унӑн эрехне ӗҫеймӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ кунӗ ҫывӑхрах ӗнтӗ, ҫывӑхрах, питӗ васкаса килет: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа кунӗн сасси те илтӗнет; ун чухне чи паттӑрри те кӑшкӑрса йӗрсе ярӗ!</verse>
				<verse number="15">Ҫакӑ кун — ҫилӗ кунӗ, хуйхӑпа йывӑрлӑх кунӗ, тустарупа аркату кунӗ, тӗттӗмпе сӗмлӗх кунӗ, пӗлӗтпе тӗтре кунӗ,</verse>
				<verse number="16">хӳмеллӗ хуласемпе ҫӳллӗ пашнесене хирӗҫ ҫӗкленнӗ трупасен сассипе ҫухӑрашу кунӗ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ вара ҫынсене хӗссе лартӑп, вӗсем суккӑрсем пек ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ, вӗсен юнӗ тусан пек сапаланӗ, вӗсен ӳчӗ тислӗк пек сапаланса кайӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитнӗ кун вӗсене хӑйсен кӗмӗлӗ те, ылтӑнӗ те ҫӑлса хӑвараймӗ, ҫак пӗтӗм ҫӗре Вӑл кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунтарса ярӗ: Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм ҫынна пӗтерӗ, ҫитменнине тата сасартӑк пӗтерӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эй чарусӑр халӑх, хӑвӑра тимлӗ тишкерӗр,</verse>
				<verse number="2">палӑртса хуни ҫитиччен — кун хывӑх пекех вӗҫсе иртет вӑл — хӑвӑр ҫине Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли ҫитиччен, хӑвӑршӑн Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗн кунӗ ҫитиччен хӑвӑра тишкерӗр.</verse>
				<verse number="3">Эй ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑваш кӑмӑллисем, Ҫӳлхуҫа саккунне туса тӑракансем, Ҫӳлхуҫана шырӑр, тӳрӗлӗхе шырӑр, йӑваш ӑслӑ пулма тӑрӑшӑр; тен, эсир Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче пытанса юлайӑр.</verse>
				<verse number="4">Ӗнтӗ Газа хулине пӑрахса кайӗҫ, Аскалон хули пушанса юлӗ, Азот хулине кӑнтӑр кунӗнчех хӑваласа кӑларӗҫ, Екрон хули тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтсе ларӗ.</verse>
				<verse number="5">Тинӗс хӗрринчи ҫӗршывра пурӑнакансене, Крит халӑхне, хуйхӑ ҫитӗ! Ханаансем, Филисти ҫӗрӗ, сире Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫитет! Эпӗ сана пӗтерсе тӑкӑп та, сан патӑнта пурӑнакан та пулмӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫапла тинӗс хӗрринчи ҫӗршыв кӗтӳре ҫӳрекен сурӑхсен вити, выльӑх-чӗрлӗх карти пулса юлӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫакӑ ҫӗр вара Иуда килӗн чӗрӗ сыхланса юлнӑ ҫыннисене лекӗ, унта кӗтӳ кӗтӗҫ, каҫсерен Аскалон ҫурчӗсенче канӗҫ: хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсем патне ҫитӗ те вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗ.</verse>
				<verse number="8">Манӑн халӑхӑмран кулса, Моав епле хурласа калаҫнине, Аммон ывӑлӗсем епле хӑртнине, вӗсем унӑн ҫӗрӗнче епле мухтанса пурӑннине илтрӗм Эпӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ пур! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри: Моав Содом пекех пулӗ, Аммон ывӑлӗсене те, Гоморра пек, вӗлтӗрен пусӗ, вӗсем тӑвар лакӑмӗ пулӗҫ, ӗмӗрлӗхе пушхир пулса юлӗҫ; Манӑн йӑлкӑм вӗсене тупӑш вырӑнне илӗ, Манӑн ҫыннӑмсенчен чӗрӗ юлнисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑма пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑ вӑл вӗсен мӑнкӑмӑллӑхӗшӗн, вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫа халӑхӗнчен мӑшкӑлласа кулнӑшӑн, ун умӗнче мухтаннӑшӑн пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн хӑрушӑ пулӗ: Вӑл ҫӗр ҫинчи пур турра та пӗтерсе тӑкӗ, пур кӗтесри халӑх та, кашни хӑйӗн вырӑнӗнчен, Ӑна пуҫҫапса пурӑнма тытӑнӗ.</verse>
				<verse number="12">Эсир те, Эфиопи ҫыннисем, Манӑн хӗҫ айӗнче вилсе пӗтӗр.</verse>
				<verse number="13">Вӑл ӗнтӗ Хӑйӗн аллине ҫурҫӗр енне тӑсӗ те Ассура пӗтерсе пӑрахӗ, Ниневи хулинчен ишӗлчӗк, пушхир пек типӗ вырӑн туса хӑварӗ,</verse>
				<verse number="14">ун вырӑнӗнче кӗтӳсем, тӗрлӗ чӗрчунсем канлӗх тупӗҫ; унӑн касса тунӑ эрешӗсем хушшинче пеликансемпе чӗрӗпсем ҫӗр каҫӗҫ; вӗсен сасси чӳречесенчен илтӗнсе тӑрӗ, алӑк юписем те ҫӗмӗрӗлсе пӗтӗҫ, вӗсене сӑрнӑ кедр йывӑҫӗн йӗрӗ те юлмӗ.</verse>
				<verse number="15">Акӑ мӗн пулӗ савӑнса тӑракан, ним шухӑшсӑр пурӑнакан, хӑй ӑшӗнче: «эпӗ анчах, мансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук» теекен хулана. Вӑл ӗнтӗ ишӗлчӗк, тискер кайӑксен шӑтӑкӗ пулса юлчӗ! Ун тӗлӗнчен иртекен кирек кам та шӑхӑрса илӗ те аллипе ҫеҫ сулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ирсӗрленнӗ, таса мар, хӗсӗрлесе пурӑнакан хулана хуйхӑ ҫитӗ!</verse>
				<verse number="2">Каланине итлемест вӑл, ӳкӗтленине йышӑнмасть, Ҫӳлхуҫана шанмасть, хӑйӗн Турри патне ҫывӑхармасть.</verse>
				<verse number="3">Ун хушшинчи ҫулпуҫсем — ӳхӗрекен арӑслансем, унӑн тӳрисем — ирччен пӗр шӑмӑ та хӑварман каҫхи кашкӑрсем.</verse>
				<verse number="4">Унӑн пророкӗсем — ҫӑмӑл шухӑшлӑ, ултавлӑ ҫынсем; унӑн священникӗсем таса Ҫурта ирсӗрлеҫҫӗ, саккуна таптаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Ун хушшинче Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, Вӑл тӗрӗс мар ӗҫ тумасть, ирсерен ялан Хӑйӗн сутне кӑтартать; анчах йӗркесӗр ҫын намӑса пӗлмест.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ халӑхсене пӗтерсе тӑкрӑм, вӗсен тӗрекӗсем ишӗлсе пӗтнӗ; вӗсен урамӗсене пушатса хӑвартӑм, унта ӗнтӗ никам та ҫӳремест; вӗсен хулисене ҫаратса тухнӑ: унта пӗр ҫын та ҫук, унта никам та пурӑнмасть.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ каларӑм: «Манран анчах хӑра, вӗрентнине тӑнла!» терӗм, ҫапла тусассӑн унӑн ҫурчӗ пӗтместчӗ, Эпӗ ун валли хунӑ айӑп ҫитместчӗ ӑна; анчах вӗсем хӑйсен пӗтӗм ӗҫне ҫине тӑрсах пӑсма тӑрӑшрӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫапла ӗнтӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ пӗтерме тытӑнас кунччен кӗтӗр Мана: Эпӗ халӑхсене пухма, патшалӑхсене чӗнме палӑртса хутӑм — Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑма, Хамӑн ҫиллӗмӗн пӗтӗм хаярлӑхне ярӑп; пӗтӗм ҫӗр Манӑн кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунса кайӗ.</verse>
				<verse number="9">Пурте Ҫӳлхуҫа ятне асӑнччӑр, Ӑна пӗр кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑччӑр тесе, ун чухне Эпӗ халӑхсене каллех таса чӗлхе-ҫӑвар парӑп.</verse>
				<verse number="10">Эфиопири юханшыв леш енчен, ҫавӑнти ҫӗрсенчен, Мана пуҫҫапакансем — Манӑн сапаланса кайнӑ халӑхӑмӑн ачисем — Ман валли парнесем илсе килӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑ кун унчченхи пек тӗрлӗ ӗҫӳпе Ман умӑмра ҫылӑха кӗрсе, эсӗ хӑвна ху намӑс кӑтартмӑн: ун чухне Эпӗ санӑн чапупа мухтанакансене сан хушшунтан кӑларса ярӑп, Манӑн таса тӑвӑм ҫинче текех мухтанаймӑн вара.</verse>
				<verse number="12">Анчах сан хушшӑнта йӑваш халӑха, ахаль халӑха, хӑварӑп, вӗсем вара Ҫӳлхуҫа ятне шанса тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Израилӗн чӗрӗ сыхланса юлнӑ ҫыннисем тӳрӗ мар ӗҫ тумӗҫ, суя суйса калаҫмӗҫ, вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухмӗ: вӗсем ырӑ ҫӗрте ҫӳрӗҫ, лӑпкӑ пурӑнӗҫ, вӗсене никам та тивмӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй Сион хӗрӗ, савӑн! Эй Израиль, хавасланса тӑр! Эй Иерусалим хӗрӗ, савӑн, пӗтӗм чӗререн хӗпӗрте!</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа санӑн айӑпна сирчӗ, санӑн тӑшманна хӑваласа ячӗ! Ҫӳлхуҫа, Израиль патши, сан хушшунта: текех хӗн-асап курмӑн эсӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫав кун Иерусалима: «ан хӑра» тейӗҫ; Сиона: «санӑн аллу ан вӑйсӑрлантӑр!» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн хушшунта, сана ҫӑлмашкӑн Вӑл хӑватлӑ; саншӑн хавасланса савӑнӗ, Хӑй юратнипе ырӑлӑхлӑ пулӗ, саншӑн хӗпӗртенипе савӑнса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="18">Чаплӑ уявсемшӗн тӗмсӗлекенсене Эпӗ пӗр ҫӗре пухӑп: вӗсем санӑн, вӗсене мӑшкӑл пусса тӑрать.</verse>
				<verse number="19">Акӑ ҫавӑн чухне Эпӗ сана хӗсӗрлекенсене пурне те хӗссе лартӑп та уксаххисене хӑтарӑп, саланса кайнисене пуҫтарӑп, вара вӗсене хӑйсем мӑшкӑл тӳснӗ ҫак пӗтӗм ҫӗр ҫинче хисеплӗ те ятлӑ-сумлӑ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑн чухне сире илсе килӗп те ҫавӑн чухнех пӗр ҫӗре пуҫтарӑп: сире хӑвӑр куҫӑр умӗнчех тыткӑнран илсе килсессӗн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх хушшинче сире хисеплӗ те ятлӑ-сумлӑ тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫамӑр.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="37">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, улттӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна пӑхса тӑракана — тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — Аггей пророк урлӑ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: ҫак халӑх акӑ мӗн калать: «вӑхӑт ҫитмен-ха, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тумалли вӑхӑт мар-ха» тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="4">сирӗншӗн вара вӑхӑт ҫитнӗ-и? ҫак Ҫурт юхӑнса ларнӑ чухне сирӗн хӑвӑрӑн илемлетнӗ ҫуртӑрсенче пурӑнмалла-и?</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа паян Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗре хӑвӑрӑн ҫулӑрсем еннелле ҫавӑрӑр.</verse>
				<verse number="6">Эсир нумай акатӑр та — сахал пуҫтарса илетӗр; ҫиетӗр те — тӑранса кураймастӑр; ӗҫетӗр те — ӗҫсе тӑранаймастӑр; тӑхӑнатӑр — ӑшӑнаймастӑр; ӗҫлесе илекен шӑтӑк енчӗк валли кӑна ӗҫлесе илет.</verse>
				<verse number="7">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗре хӑвӑрӑн ҫулӑрсем еннелле ҫавӑрӑр.</verse>
				<verse number="8">Ту ҫине хӑпарӑр та йывӑҫ йӑтӑр, Турӑ Ҫурчӗ тӑвӑр; Эпӗ ӑна кӑмӑл туса тӑрӑп та мухтава тухӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Нумая кӗтетӗр те — сахал тухать; килӗрсене мӗн илсе килнине те Эпӗ сапаласа ярӑп. — Мӗншӗн-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Хамӑн Ҫуртӑмшӑн, вӑл юхӑнса ларать, эсир вара кашниех хӑвӑр ҫуртӑр патне васкатӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӳпе хупӑннӑ, сире сывлӑм памасть, ҫӗр те хӑйӗн ҫимӗҫне ӳстермест.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ ҫӗр ҫине, тусем ҫине, тырӑ-пулӑ ҫине, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ ҫине, йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине, ҫӗр ӳстерекен мӗнпур ҫимӗҫ ҫине, этем ҫине те, выльӑх-чӗрлӗх ҫине те, мӗнпур тӗрлӗ алӑ ӗҫӗ ҫине те типӗ ҫанталӑк чӗнсе илтӗм.</verse>
				<verse number="12">Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата ытти мӗнпур халӑх хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри Аггей пророк урлӑ янӑ сӑмаха итленӗ те, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн чухне Аггей, Ҫӳлхуҫа хыпарҫи, Ҫӳлхуҫа янӑскер, халӑха каланӑ: Ҫӳлхуҫа «Эпӗ сирӗнпе!» тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫа вара Зоровавелӗн — Салафиил ывӑлӗн, Иудейӑна тытса тӑраканскерӗн — кӑмӑлне тата Иисусӑн — Иоседек ывӑлӗн, аслӑ иерейӗн — кӑмӑлне, тата чӗрӗ сыхланса юлнӑ пӗтӗм халӑх кӑмӑлне чӗртсе янӑ та, вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйсен Туррийӗн, Ҫуртӗнче,</verse>
				<verse number="15">улттӑмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтра, ӗҫе тытӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">халӗ ӗнтӗ Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна тытса тӑраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — тата халӑх йӑлкӑмне ҫапла кала:</verse>
				<verse number="3">ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир? Сирӗн куҫӑр умӗнче вӑл нимӗн те мар пек туйӑнмасть-и?</verse>
				<verse number="4">Анчах хӑюллӑ пул паян, Зоровавель, тет Ҫӳлхуҫа, хӑюллӑ пул, Иисус — Иоседек ывӑлӗ, аслӑ иерей! хӑюллӑ пул, ҫӗршыври пӗтӗм халӑх, ӗҫӗрсене тӑвӑр: Эпӗ сирӗнпе, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="5">Эсир Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухне Эпӗ сирӗнпе хывнӑ халал тата Манӑн Сывлӑшӑм сирӗн хушшӑрта тӑрать: ан хӑрӑр!</verse>
				<verse number="6">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр хут, — ӗнтӗ ҫакӑ часах пулӗ, — Эпӗ тӳпепе ҫӗре, тинӗспе типҫӗре кисрентерӗп,</verse>
				<verse number="7">пур халӑха та кисрентерӗп, вара пур халӑх та Кӗтекенни килӗ, ҫак Ҫурта вара мухтавлӑхпа тултарӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="8">Манӑн кӗмӗлӗм, Манӑн ылтӑнӑм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Ҫак юлашки Ҫуртӑн чапӗ унчченхин чапӗнчен пысӑкрах пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫак вырӑнта Эпӗ канӑҫлӑх парӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="11">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: священниксенчен саккун ҫинчен ыйт та кала:</verse>
				<verse number="12">кам та пулин кӗлтуса тасатнӑ аша хӑйӗн тумтирӗн аркипе йӑтса пынӑ чухне унӑн арки ҫӑкӑра е пӗҫернӗ ҫимӗҫе, е эрехе, е йывӑҫ ҫӑвне, е мӗнле те пулин апата сӗртӗнчӗ пулсан, таса пулӗ-и вӑл? Священниксем хуравласа каланӑ: ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн хыҫҫӑн Аггей каланӑ: эхер те ҫакӑн ҫумне вилене сӗртӗнсе хӑйне ирсӗрлетнӗ пӗр-пӗр ҫын пырса тӗкӗнсен, вӗсем вара таса мар пулса тӑраҫҫӗ-и? тенӗ. Священниксем хуравласа каланӑ: таса мар пулса тӑраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Аггей хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа калать: ҫак халӑх, ҫак йӑх Ман умӑмра ҫавӑн пек, вӗсен алли тунӑ мӗнпур ӗҫ те ҫавӑн пекех! Вӗсем унта мӗн кӑна илсе ан килччӗр, пурте таса мар.</verse>
				<verse number="15">Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр чӗрӗре паянхи кунран каялла, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче чул ҫине чул та хуман чухнехи вӑхӑт еннелле, ҫавӑрӑр.</verse>
				<verse number="16">Ҫирӗм виҫе пама пултаракан ҫӗмел патне пыратчӗҫ те, вуннӑ кӑна пулатчӗ; иҫӗм сӗткенӗ юхтаракан вырӑна аллӑ виҫе ӑсса илме пыратчӗҫ те, ҫирӗм виҫе кӑна пулатчӗ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ сирӗн тыррӑр-пуллӑра ӑрша ярса тата шурӑхтарса пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн аллӑрсем тунӑ пӗтӗм ӗҫе пӑр ҫаптарса пӗтерсе пытӑм; анчах эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="18">Чӗрӗре паянхи кунран каялла, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнчен, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ кунран, каяраххи енне ҫавӑрӑр-ха; чӗрӗре ҫавӑрӑр-ха:</verse>
				<verse number="19">кӗлетре тата вӑрлӑх пур-и? Халиччен иҫӗм йывӑҫӗ те, смоква йывӑҫӗ те, нар йывӑҫӗ те, ҫу йывӑҫӗ те ҫимӗҫ паманччӗ; паянтан пуҫласа вара Эпӗ вӗсене пиллӗп.</verse>
				<verse number="20">Уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче Аггее иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="21">Зоровавеле, Иудейӑна тытса тӑракана, кала: Эпӗ тӳпепе ҫӗре кисрентерӗп;</verse>
				<verse number="22">патшалӑхсенӗн аслӑ пуканне сирпӗтсе антарӑп, суя тӗнлӗ патшалӑхсен хӑватне пӗтерсе тӑкӑп, ҫар ураписене, вӗсем ҫинче ларакансене тӳнтерӗп, вӗсен учӗсемпе юланутҫисем пӗр-пӗрин хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑ кун, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана, Зоровавель, Салафиил ывӑлӗ, Манӑн чурам, тет Ҫӳлхуҫа, Хам патӑма илӗп, сана пичет пек усрӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="38">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, саккӑрмӗш уйӑхӗнче, Захарийӑна — Аддо ывӑлӗн Варахийӑн ывӑлне, пророка — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа сирӗн аҫӑрсене питӗ хытӑ ҫилленсе ҫитнӗ,</verse>
				<verse number="3">ҫавӑнпа эсӗ вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Ман енне ҫаврӑнӑр, вара Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тесе калать Саваоф Ҫӳлхуҫа те.</verse>
				<verse number="4">Хӑвӑрӑн аҫӑрсем пек ан пулӑр, ун чухнехи пророксем вӗсене: «Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: усал ҫулӑрсенчен, усал ӗҫӗрсенчен пӑрӑнӑр» тесе тархасланӑ пулин те, вӗсем итлемерӗҫ, Мана тӑнламарӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="5">Ӑҫта-ха вӗсем — сирӗн аҫӑрсем? пророкӗсем тата, ӗмӗрех пурӑнӗҫ-и-ха вӗсем?</verse>
				<verse number="6">Анчах Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, каланӑ сӑмахӑмсем, Эпӗ кӑтартнӑ йӗркесем сирӗн аҫӑрсене ҫитменччӗ-и вара? вӗсем ҫапла калатчӗҫ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа хамӑр ҫулсене, хамӑр ӗҫсене кура пире мӗн тума кӑтартса панӑ, ҫавӑн пек турӗ те ӗнтӗ пире» тетчӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Вунпӗрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл шеват уйӑхӗ, — Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Захарийӑна — Аддо ывӑлӗн Варахийӑн ывӑлне, пророка — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="8">ҫӗрле эпӗ ҫакна куртӑм: акӑ путланкӑ вырӑнти мирт йывӑҫӗсем хушшинче ҫӳрен ут утланнӑ ар тӑрать, ун хыҫӗнче — ҫӳрен, ула, шурӑ утсем.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ каларӑм вара: эй хуҫамӑм, камсем вӗсем? терӗм. Манпа калаҫакан Ангел мана каларӗ: эпӗ сана вӗсем кам иккенне кӑтартӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Мирт йывӑҫӗсем хушшинче тӑракан ар каларӗ вара: кусем вӗсем — Ҫӳлхуҫа ҫӗр тавра ҫаврӑнса килме янисем, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем мирт йывӑҫӗсем хушшинче тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне хуравласа каларӗҫ: эпир ҫӗр тавра ҫаврӑнтӑмӑр та куртӑмӑр, пӗтӗм ҫӗр ҫинче ҫын пурӑнать, унта лӑпкӑ, терӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хуравласа каларӗ: эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа! Хӑҫанччен Эсӗ Иерусалима, Иуда хулисене хӗрхенмесӗр тӑрӑн? ӗнтӗ Эсӗ вӗсене ҫитмӗл ҫул ҫилленсе тӑратӑн, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн хыҫҫӑн манпа калаҫакан Ангела Ҫӳлхуҫа ырӑ сӑмахсем, лӑплантаракан сӑмахсем каларӗ.</verse>
				<verse number="14">Манпа калаҫакан Ангел каларӗ вара: пӗлтер те кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Эпӗ Иерусалимпа Сионшӑн питӗ хытӑ тӑтӑм та</verse>
				<verse number="15">канлӗхре пурӑнакан халӑхсене шутсӑр вӑйлӑ тарӑхрӑм, мӗншӗн тесен Эпӗ кӑшт ҫилленнӗ чухне вӗсем татах усалланса кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим енне хӗрхенекен кӑмӑлпа ҫаврӑнатӑп; унта Манӑн Ҫуртӑм ӳссе ларӗ, ҫӗр виҫмелли вӗрен Иерусалим тӑрӑх тӑсӑлса выртӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="17">Тата пӗлтерсе кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Манӑн хуламсем каллех пурлӑхпа тулса ларӗҫ, Ҫӳлхуҫа Сиона лӑплантарӗ те каллех Иерусалима суйласа илӗ, тесе калать те.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ тӑватӑ мӑйрака.</verse>
				<verse number="19">Манпа калаҫакан Ангела эпӗ: мӗн ку? терӗм. Вӑл мана хуравларӗ: кусем — Иудӑна, Израиле тата Иерусалима салатса тӑкнӑ мӑйракасем, терӗ.</verse>
				<verse number="20">Кайран Ҫӳлхуҫа мана тӑватӑ ӗҫлевҫӗне кӑтартрӗ.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ: вӗсем мӗн тума каяҫҫӗ? терӗм. Вӑл мана ҫапла каларӗ: ҫав мӑйракасем Иудӑна салатса тӑкнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ никам та пуҫне ҫӗклеймест; кусем вара вӗсене хӑратма, хӑйсен мӑйракипе Иудӑна салатса ярас тесе ҫӗкленӗ халӑхсен мӑйракисене ҫапса хуҫма килчӗҫ, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ ар тӑрать, ун аллинче — ҫӗр виҫмелли вӗрен.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ: ӑҫта каятӑн эсӗ? терӗм, вӑл мана каларӗ: Иерусалима виҫме, унӑн анлӑшӗпе унӑн тӑршшӗ мӗнлине курма, терӗ.</verse>
				<verse number="3">Акӑ манпа калаҫакан Ангел каять, тепӗр Ангелӗ ӑна хирӗҫ килет,</verse>
				<verse number="4">лешӗ вара ҫакна каларӗ: хӑвӑртрах кил, ҫак яш ачана кала: Иерусалим питӗ пысӑк, ӑна виҫсе тухма ҫук; унта халӑхӗ те, выльӑх-чӗрлӗхӗ те шутсӑр нумай, ҫавӑнпа вӑл хӳмесӗр хула пулӗ те.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ вара, тет Ҫӳлхуҫа, уншӑн ун тавра вут хӳме пулӑп та ун варринче мухтава тухӑп.</verse>
				<verse number="6">Эй, эй! ҫурҫӗрти ҫӗршывран тарса килӗр, тет Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сире тӗнченӗн тӑватӑ енне салатса янӑччӗ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="7">Эй Вавилон хӗрӗ патӗнче пурӑнакан Сион, ҫӑлӑн.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Мана Вӑл хӑвӑра ҫаратнӑ халӑхсем патне мухтавшӑн ячӗ, мӗншӗн тесен сире тӗкӗнекен Унӑн куҫ шӑрҫине те тӗкӗнет, тет.</verse>
				<verse number="9">Акӑ ӗнтӗ Эпӗ аллӑма вӗсем ҫине ҫӗклӗп, вӗсем хӑйсен чурисен тупӑшӗ пулса тӑрӗҫ, ун чухне Мана Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗр вара.</verse>
				<verse number="10">Эй Сион хӗрӗ, савӑн та хӗпӗрте! Мӗншӗн тесен акӑ Эпӗ пырӑп та сан хушшуна вырӑнаҫӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="11">Ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа умне тӗрлӗ халӑх пырса тӑрӗ, вӗсем Манӑн халӑх пулӗҫ; Эпӗ сан хушшуна вырӑнаҫӑп, Мана сан патна Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗн вара.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иудӑна, сӑваплӑ ҫӗр ҫинчи Хӑйӗн еткерлӗхне, Хӑйӗн аллине илӗ, каллех Иерусалима суйласа илӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗм чӗрӗ чун шӑп тӑтӑр! Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнчен ҫӗкленет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Вӑл вара мана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ умӗнче тӑракан Иисуса, аслӑ иерее, тата ӑна хирӗҫлес тесе унӑн сылтӑм енче тӑракан шуйттана кӑтартрӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа шуйттана каларӗ: эй шуйттан, Ҫӳлхуҫа чартӑр сана, Иерусалима суйласа илнӗ Ҫӳлхуҫа чартӑр сана! вут-ҫулӑмран туртса кӑларнӑ вутпуҫҫи мар-и вӑл? терӗ.</verse>
				<verse number="3">Иисус вара вараланнӑ тумтирпеччӗ, вӑл Ангел умӗнче тӑратчӗ,</verse>
				<verse number="4">Ангел хӑйӗн умӗнче тӑракансене ҫапла хуравласа каларӗ: ун ҫийӗнчен вараланнӑ тумтирне хывӑр, терӗ. Ӑна хӑйне вара ҫапла каларӗ: курсам, Эпӗ санӑн айӑпна каҫартӑм, сана таса тумтир тӑхӑнтартатӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан каларӗ: унӑн пуҫне таса кидар тӑхӑнтартӑр, терӗ. Вара унӑн пуҫне таса кидар тӑхӑнтартрӗҫ, ӑна тумлантарчӗҫ; Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ура ҫинче тӑратчӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫирӗплетсе парса Иисуса каланӑ:</verse>
				<verse number="7">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ Манӑн ҫулпа ҫӳрес пулсан, Манӑн хуралӑмра тӑрас пулсан, эсӗ Манӑн Ҫуртӑма сут тӑвӑн, Манӑн картишсене астуса тӑрӑн. Эпӗ сана ҫакӑнта тӑраканскерсем хушшинче ҫӳреме ирӗк парӑп.</verse>
				<verse number="8">Эй Иисус, аслӑ иерей, эсӗ хӑв та, сан умӑнта ларакан юлташусем те, паллӑ ҫынсем, итлесе пӗтерӗр-ха: акӑ Эпӗ Хамӑн чурана, ХУНАВА, илсе килӗп.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ Эпӗ Иисус умне хуракан чул акӑ вӑл; ҫакӑ пӗр чул ҫинче ҫичӗ куҫ; акӑ Эпӗ ун ҫине унӑн паллине касса кӑларӑп, вара ҫак ҫӗрӗн ҫылӑхне пӗр кун хушшинче пӑрахӑҫлӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Ҫав кун вара эсир пӗрне-пӗри иҫӗм йывӑҫӗ айне, смоква йывӑҫӗ айне йыхравлатӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Манпа калаҫакан Ангел таврӑнчӗ те мана ҫынна ыйхӑран вӑратнӑ пек вӑратрӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл мана каларӗ: эсӗ мӗн куратӑн? терӗ. Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ пӗтӗмпех ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫ куратӑп, ҫӳлте йывӑҫ ҫӑвӗ валли курка, ҫутаткӑҫӑн ҫичӗ лампада, кашни лампада патне ҫӳлтен пӗчӗк кӗпҫе пырать;</verse>
				<verse number="3">унӑн тата ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли пур, пӗри — куркан сылтӑм енче, тепӗри — куркан сулахай енче, терӗм.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ хампа калаҫакан Ангела ҫапла хуравласа каларӑм: эй хуҫамӑм, мӗн ку? терӗм.</verse>
				<verse number="5">Манпа калаҫакан Ангел мана ҫапла хуравласа каларӗ: ку мӗн иккенне эсӗ пӗлместӗн-и вара? терӗ. Эпӗ: пӗлместӗп, хуҫамӑм, терӗм.</verse>
				<verse number="6">Вара мана хуравласа, вӑл ҫапла каларӗ: ку вӑл — Ҫӳлхуҫа Зоровавеле калакан сӑмах, вӑл ҫакна пӗлтерет: ҫарпа мар, вӑйпа мар, Манӑн Сывлӑшӑмпа, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="7">Аслӑ ту, кам эсӗ Зоровавель умӗнче? эсӗ — тӳремлӗх, вӑл вара пурте шавлӑн: «ун ҫинче тивлет, тивлет!» тесе шавласа кӑшкӑрнӑ чухне кӗтес чулне илсе тухӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="9">ҫак Ҫуртӑн никӗсне Зоровавель алли хывнӑ; ӑна ун аллиех туса пӗтерӗ, Мана сирӗн патӑра Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗн вара.</verse>
				<verse number="10">Зоровавель аллинчи ҫурт тӑвакансен тӳркӗҫӗ ҫине ҫав ҫичӗ куҫ — Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫӗре курса тӑракан куҫӗсем вӗсем — савӑнӑҫлӑн пӑхса тӑнӑ чухне ҫакӑ куна кам пули-пулмискер теме пултартӑр?</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн чухне эпӗ ӑна хуравласа ҫапла каларӑм: ҫутаткӑҫӑн сылтӑм енчи тата сулахай енчи ҫав ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли мӗне пӗлтерет? терӗм.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ тепӗр хут калама тытӑнтӑм та каларӑм ӑна: ҫу йывӑҫӗн икӗ турачӗ, икӗ пӗчӗк ылтӑн кӗпҫерен ылтӑн юхтарса тӑраканскерсем, мӗне пӗлтереҫҫӗ вӗсем? терӗм.</verse>
				<verse number="13">Вӑл мана каларӗ: ку мӗнне пӗлместӗн-и эсӗ? терӗ. Эпӗ: пӗлместӗп, хуҫамӑм, терӗм.</verse>
				<verse number="14">Вӑл каларӗ: кусем — ҫу сӗрнӗ икӗ ҫын, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫийӗ умӗнче тӑракансем, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ ҫыру тӗрки вӗҫсе пырать.</verse>
				<verse number="2">Вӑл мана каларӗ: эсӗ мӗн куратӑн? терӗ. Эпӗ хуравласа каларӑм: вӗҫсе пыракан ҫыру тӗрки куратӑп; унӑн тӑршшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ вунӑ чике, терӗм.</verse>
				<verse number="3">Вӑл мана каларӗ: ку вӑл пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫине янӑ ылхан; унӑн пӗр енне вӑрлакан ҫынсене ылханса ҫырнӑ, тепӗр енне улталаса тупа тӑвакансене ылханса ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ ӑна тӗлне кӑтартса ятӑм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, вӑл вӑрӑ ҫуртне те, Манӑн ятӑмпа улталаса тупа тӑваканӑн ҫуртне те кӗрӗ, вӗсенӗн ҫуртӗнче пулса, вӗсене хӑйсене те, вӗсен йывӑҫӗсене те, вӗсен чулӗсене те пӗтерсе тӑкӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Манпа калаҫакан Ангел тухрӗ те мана каларӗ: пуҫна татах ҫӗклесе пӑх-ха: мӗскер тухать ҫавӑ? терӗ.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ: мӗн ку? терӗм те, вӑл каларӗ: ку вӑл ефа тухать, ку вӑл — вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗр ҫинчи сӑнарӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="7">Акӑ ӗнтӗ тӑхлан катӑкӗ ҫӗкленчӗ, унта, ефа ӑшӗнче, пӗр хӗрарӑм ларатчӗ.</verse>
				<verse number="8">Ангел ҫапла каларӗ: ку хӗрарӑм — чӑн усаллӑх, терӗ; унтан ӑна ефа варрине ывӑтрӗ, ефа шӑтӑкне хупламашкӑн тӑхлан катӑкӗ ывӑтрӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ икӗ хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вӗсенӗн ҫуначӗсене ҫил карӑнтарнӑ, ҫуначӗсем вара аист ҫуначӗ пекех, вӗсем ефана ярса тытрӗҫ те ҫӗрпе пӗлӗт хушшипе илсе кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ хампа калаҫакан Ангела каларӑм: ҫак ефана вӗсем ӑҫта ҫӗклесе каяҫҫӗ? терӗм.</verse>
				<verse number="11">Вӑл вара мана каларӗ: ун валли Сеннаар ҫӗрӗнче ҫурт лартма; пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, ӑна унта хӑйӗн никӗсӗ ҫине лартӗҫ, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те — куратӑп: акӑ икӗ ту варринчи хушӑкран тӑватӑ ҫар урапи тухать; тӑвӗсем вара пӑхӑр тусемччӗ.</verse>
				<verse number="2">Пӗрремӗш ҫар урапине ҫӳрен утсем, иккӗмӗш ҫар урапине хура утсем кӳлнӗ;</verse>
				<verse number="3">виҫҫӗмӗш ҫар урапине шурӑ утсем, тӑваттӑмӗш ҫар урапине ула утсем, вӑйлӑ утсем, кӳлнӗ.</verse>
				<verse number="4">Калаҫу пуҫарса, эпӗ хампа калаҫакан Ангела каларӑм: ку мӗскер, хуҫамӑм? терӗм.</verse>
				<verse number="5">Ангел мана хуравласа каларӗ: кусем — тӳпенӗн тӑватӑ сывлӑшӗ, вӗсем пӗтӗм ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Хура утсем унта ҫурҫӗрти ҫӗршыва каяҫҫӗ, шуррисем вӗсем хыҫҫӑн пыраҫҫӗ, улисем вара кӑнтӑрти ҫӗршыва каяҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑйлисем тухрӗҫ те пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх кайма ӑнтӑлчӗҫ; вӑл каларӗ: кайӑр, ҫӗр тӑрӑх иртӗр, терӗ. Вӗсем ҫӗр тӑрӑх иртрӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Вара вӑл мана чӗнсе илчӗ те ҫапла каларӗ: пӑхсам, ҫурҫӗр ҫӗрне кайма тухнисем ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Манӑн сывлӑшӑма лӑплантарчӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="10">Хелдай, Товия тата Иедай тыткӑнран, Вавилонран, таврӑнчӗҫ. Вӗсенчен ылтӑнпа кӗмӗл ил те ҫав кунах Софония ывӑлӗ Иосия патне кай.</verse>
				<verse number="11">Ҫав ылтӑнпа кӗмӗле ил те пуҫкӑшӑль ту, ӑна Иоседек ывӑлӗ аслӑ иерей Иисус пуҫне тӑхӑнтарт,</verse>
				<verse number="12">вара ӑна кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: акӑ Ар, Вӑл ХУНАВ ятлӑ, Вӑл Хӑйӗн тымарӗнчен шӑтса тухӗ те Турӑ Ҫуртне туса лартӗ, тесе калать те.</verse>
				<verse number="13">Вӑл Турӑ Ҫуртне туса лартӗ те чап илӗ, Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса пуҫ пулса тӑрӗ; Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларса Вӑл священник та пулӗ, пӗринпе тепӗри хушшинче вара канӑҫлӑх килӗшӗвӗ тӑрӗ.</verse>
				<verse number="14">Леш пуҫкӑшӑльсем вара Хелемпе Товия валли, Иедайпа Софония ывӑлӗ Хен валли пулӗҫ, асӑнмалӑх вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче упранӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Инҫетрен килӗҫ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума хутшӑнӗҫ, эсир вара Саваоф Ҫӳлхуҫа мана сирӗн патӑра янине пӗлсе илӗр, ку вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр сассине тимлесе итлесессӗн пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Дарий патшана ларсан тӑваттӑмӗш ҫулхине, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн, хаслев уйӑхӗн, тӑваттӑмӗш кунӗнче, Захарийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫакӑ вӑл Вефиль халӑхӗ Сарецера, Регем-Мелеха тата унӑн юлташӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтума</verse>
				<verse number="3">тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи священниксемпе пророксенчен: «чылай ҫул хушши туса пынӑ пек, пиллӗкмӗш уйӑхра йӗмелле-ши пирӗн, типӗ тытмалла-ши?» тесе ыйтма янӑ чухне пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="5">ҫак ҫӗрӗн пӗтӗм халӑхне тата священниксене ҫапла кала: пиллӗкмӗшпе ҫиччӗмӗш уйӑхсенче, ҫитмӗл ҫул хушши ӗнтӗ, типӗ тытса йӗнӗ чухне, Маншӑн типӗ тытнӑ-ши эсир? Маншӑн-ши?</verse>
				<verse number="6">Эсир ҫинӗ вӑхӑтра, ӗҫнӗ вӑхӑтра хӑвӑршӑн ҫиместӗр-и вара, хӑвӑршӑн ӗҫместӗр-и?</verse>
				<verse number="7">Иерусалимра халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах, хула лӑпкӑ тӑнӑ вӑхӑтрах, унӑн таврашӗнчи хуласенче те, кӑнтӑрти ҫӗршывра та, айлӑмра та халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах Ҫӳлхуҫамӑр ун чухнехи пророксем урлӑ ҫав сӑмахсенех каламанччӗ-и вара?</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫаран Захарийӑна сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="9">ун чухне Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: тӳрӗ сут тӑвӑр, кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр;</verse>
				<verse number="10">тӑлӑх арӑмпа тӑлӑх ачана, ютран килнӗ ҫынпа чухӑна ан хӗсӗрлӗр, пӗр-пӗрне хирӗҫ хӑвӑр ӑшӑрта усал шухӑш ан тытӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Анчах вӗсем тӑнласшӑн пулмарӗҫ, Манран уйӑрӑлса кайрӗҫ, илтес мар тесе, хӑйсен хӑлхине мӑкларӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Саккуна тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ун чухнехи пророксем урлӑ каланӑ сӑмахсене илтес мар тесе, чӗрине чуллантарса ячӗҫ; ҫавӑншӑн ӗнтӗ вӗсене Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хаяр ҫилли ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫапла пулчӗ те вара: Вӑл тархасланӑ — вӗсем итлемен, вӗсем тархасларӗҫ те — Эпӗ итлемерӗм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ вара вӗсене хӑйсем пӗлмен халӑхсем хушшине салатса ятӑм, ҫак ҫӗр те вӗсем хыҫҫӑн пушанса юлчӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ун тӑрӑх никам та унталла та, кунталла та ҫӳремерӗ, ҫапла вӗсем ытарайми ҫӗршыва пушхир туса хучӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Саваоф Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:</verse>
				<verse number="2">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Сионшӑн питӗ хытӑ тӑратӑп, уншӑн ҫапла хытӑ тӑнӑран унӑн тӑшманӗсене питӗ вӑйлӑ ҫилленетӗп.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Сион енне ҫаврӑнӑп та Иерусалимра пурӑнма тытӑнӑп, вара Иерусалима чӑнлӑх хули, Саваоф Ҫӳлхуҫа тӑвне сӑваплӑ ту теме пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иерусалим урамӗсенче каллех ватӑсем ларӗҫ, ҫулӗ нумай пулнӑран кашнийӗн аллинче туя пулӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫак хула урамӗсем выляса ҫӳрекен арҫын ачасемпе, хӗрачасемпе тулӗҫ, тет.</verse>
				<verse number="6">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ку вӑл чӗрӗ юлнӑ юлашки халӑх куҫӗ умӗнче ҫак кунсенче тӗлӗнмелле ӗҫ пек туйӑнсассӑн, ҫакӑ вӑл Маншӑн та тӗлӗнмелле ӗҫ-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="7">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма тухӑҫ ҫӗрӗнчен тата анӑҫ ҫӗрӗнчен ҫӑлса тухӑп;</verse>
				<verse number="8">вӗсене илсе килӗп те, вӗсем Иерусалимра пурӑнма пуҫлӗҫ, Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вара вӗсенӗн чӑнлӑхпа та тӳрӗлӗхпе тӑракан Турри пулӑп, тет.</verse>
				<verse number="9">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир, халӗ ҫак сӑмахсене Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ чухне пулнӑ пророксем калани урлӑ илтекенсем, хӑвӑр аллӑра Турӑ Ҫурчӗ тума тӗреклетӗр.</verse>
				<verse number="10">Унччен, ҫав кунсем умӗн, ҫыншӑн тӳлени, выльӑх ӗҫӗшӗн те тӳлени пулман; каяканнине те, килекеннине те тӑшман канӑҫ паман; кашнийӗ пӗри тепӗрине кураймасӑр пурӑннӑ — Эпӗ ун пек тума чарман.</verse>
				<verse number="11">Халӗ ӗнтӗ ҫак халӑхӑн йӑлкӑмӗшӗн Эпӗ унчченхи пек мар, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ мӗн акса хӑварни тӑнӑҫлӑ пулӗ; иҫӗм йывӑҫӗн аври те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ, ҫӗр те хӑй ӳстернине парӗ, пӗлӗтсем те хӑйсен сывлӑмне парса тӑрӗҫ, ҫакна пурне те Эпӗ ҫак чӗрӗ юлнӑ халӑх аллине парӑп.</verse>
				<verse number="13">Вара ҫапла пулӗ: эсир, Иуда килӗпе Израиль килӗ, халӑхсен ылханӗ пултӑр пулсан, Эпӗ вара сире ҫӑлӑп, эсир пиллӗхлӗ пулатӑр; ан хӑрӑр; сирӗн аллӑрсем тӗрекленччӗр!</verse>
				<verse number="14">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсем Мана ҫиллентернӗ чухне Эпӗ сире хаса пама палӑртса хунине мӗнле пӑрахӑҫламарӑм, тет Саваоф Турӑ,</verse>
				<verse number="15">ҫавӑн пекех Эпӗ ҫак кунсенче Иерусалим хулипе Иуда килне ырӑ тума палӑртса хунине те пӑрахӑҫламӑп; ан хӑрӑр!</verse>
				<verse number="16">Акӑ эсир тума тивӗҫлӗ ӗҫсем: пӗрне-пӗри чӑн сӑмах калӑр; хӑвӑр хапхӑр умӗнче тӗрӗссӗн, ӑшӑ пиллӗн сут тӑвӑр.</verse>
				<verse number="17">Сирӗнтен пӗри те хӑйӗн ӑшӗнче ҫывӑх ҫыннине хирӗҫ усал ан шухӑшлатӑр, улталаса тупа тунине ан кӑмӑллатӑр, мӗншӗн тесен ҫакна пурне те Эпӗ кураймастӑп, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="18">Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:</verse>
				<verse number="19">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑваттӑмӗш уйӑхра типӗ тытни те, пиллӗкмӗшӗнче типӗ тытни те, ҫиччӗмӗшӗнче типӗ тытни те, вуннӑмӗшӗнче типӗ тытни те Иуда килӗшӗн савӑнӑҫпа хаваслӑ уяв пулса тӑрӗ; анчах та чӑнлӑхпа татулӑха юратӑр.</verse>
				<verse number="20">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсем, нумай-нумай хулара пурӑнакансем тата килӗҫ-ха;</verse>
				<verse number="21">пӗр хулара пурӑнакансем тепӗр хулара пурӑнакансем патне пырӗҫ те калӗҫ: «Ҫӳлхуҫамӑра кайса кӗлтӑвар, Саваоф Ҫӳлхуҫана шырар»; вара кашниех: «эпӗ те каятӑп» тейӗ.</verse>
				<verse number="22">Иерусалимра Саваоф Ҫӳлхуҫана шырама, Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнче кӗлтума нумай-нумай йӑх тата вӑйлӑ халӑхсем килсе тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫав кунсенче акӑ мӗнле пулӗ: тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ те: «эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» тейӗ, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Хадрах ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтерсе каланӑ сӑмах; вӑл Дамаска ҫити сарӑлӗ, ҫавӑнта чарӑнса тӑрӗ: Ҫӳлхуҫа куҫӗ, Израилӗн пур йӑхне те курса тӑнӑ пек, пур ҫынна та курса тӑрать,</verse>
				<verse number="2">унпа юнашар ларакан Емаф хулине те, Тир хулине те, питех ӑслӑланса кайнӑ Сидона та курса тӑрать.</verse>
				<verse number="3">Тир вара хӑй валли керем тутарнӑ, тусан чухлӗ кӗмӗл, урамри пылчӑк чухлӗ ылтӑн пухса тултарнӑ.</verse>
				<verse number="4">Акӑ Ҫӳлхуҫа ӑна кӗлмӗҫе хӑварӗ те унӑн вӑйне тинӗс ҫинче пӗтерсе тӑкӗ, хӑйне вара вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакна Аскалон курӗ те сехӗрленсе ӳкӗ, Газа та, Екрон та вӑйлӑ чӗтресе ӳкӗҫ; ӗнтӗ вӗсенӗн шанчӑкӗ путланӗ: ӗнтӗ Газӑра патша пулмӗ, Аскалон ҫын пурӑнман вырӑн пулса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="6">Азотра ют йӑх пурӑнма пуҫлӗ, Эпӗ филистимсен мӑнкӑмӑллӑхне пӗтерӗп.</verse>
				<verse number="7">Унӑн ҫӑварӗнчен юн, шӑлӗ хушшинчен ирсӗрлӗхне вӑйкӑнтарса кӑларӑп та, вӑл пирӗн Турӑ аллине лекӗ, Иудӑри пинпӳ пек пулӗ, Екрон вара иевусей пек пулӗ.</verse>
				<verse number="8">Хамӑн Ҫуртӑм умне, ҫара хирӗҫ, каллӗ-маллӗ ҫӳрекенсене хирӗҫ, Эпӗ тапӑр лартӑп, текех вара хӗсӗрлекен иртсе ҫӳреймӗ: Эпӗ ҫакна Хамӑн куҫӑмпа пӑхса тӑрӑп.</verse>
				<verse number="9">Эй Сион хӗрӗ, хӗпӗртесе савӑн, эй Иерусалим хӗрӗ, хавасланса тӑр: акӑ сан патна хӑвӑн Патшу, тӳрӗскер, ҫӑлаканскер, йӑвашскер, ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑн чухне Ефремӗн ҫар ураписене, Иерусалимра утсене пӗтерсе тӑкӑп, вӑрҫӑ уххине аркатӑп; Вӑл вара халӑхсене канӑҫлӑх ҫитни ҫинчен пӗлтерӗ, Унӑн патшалӑхӗ тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫитиех, юханшывран пуҫласа ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Сан пирки калас пулсан вара, санпа хывнӑ халал юнӗшӗн Эпӗ санӑн тӗрмере ларакан ҫыннусене шывсӑр урсенчен хӑтарӑп.</verse>
				<verse number="12">Эй эсир, тыткӑнра ӗмӗтленсе тӑракансем, хӑвӑрӑн тӗреклӗлетнӗ вырӑнӑра таврӑнӑр! Халӗ мӗн каласа пӗлтернинчен сана икӗ хут ытларах тавӑрса парӑп.</verse>
				<verse number="13">Акӑ Эпӗ Иудӑна ухӑ пек туртса карӑнтарӑп, Ефреме ухха тирӗнтерӗп, Сион, санӑн ывӑлусене Иония ывӑлӗсене хирӗҫ тӑратӑп та сана ҫар ҫыннин хӗҫӗ туса хурӑп.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем ҫийӗн Ҫӳлхуҫа килӗ те, Унӑн ҫӗмренӗ ҫиҫӗм пек вирхӗнсе тухӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ трупипе кӑшкӑртса ярӗ, Хӑй вара кӑнтӑрлахи ҫил-тӑвӑл ӑшӗнче пырӗ.</verse>
				<verse number="15">Саваоф Ҫӳлхуҫа вӗсене хӳтӗлесе тӑрӗ, вӗсем чулрав чулӗсене тӗпретсе те таптаса пырӗҫ, ӗҫӗҫ те эрехпе ӳсӗрӗлнӗ пек шавлӗҫ, парне алтӑрӗсем пек, парне вырӑнӗн кӗтесӗсем пек тулса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫав кун вӗсене, Хӑйӗн халӑхне, сурӑхсене ҫӑлнӑ пек ҫӑлса хӑварӗ; вӗсем Унӑн ҫӗрӗ ҫинче пуҫкӑшӑльри чулсем пек ҫуталса кайӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ах, мӗн тери аслӑ унӑн ырӑлӑхӗ, мӗн тери унӑн илемӗ! Яш ачасенӗн чӗлхине ҫӑкӑр, хӗрачасенӗн чӗлхине эрех хавхалантарӗ!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Кирлӗ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран ҫумӑр ыйтӑр: Ҫӳлхуҫа ҫиҫӗм ҫиҫтерӗ те сире тулӑх ҫумӑр парӗ, уй-хирте кирек кама та тырӑ-пулӑ парӗ.</verse>
				<verse number="2">Терафимсем пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, пӗлӗмҫӗсем те, чӑн мар япаласем курса, суя тӗлӗксем каласа параҫҫӗ; вӗсем пулас ҫуккипе лӑплантараҫҫӗ; ҫавӑнпа вӗсем сурӑхсем пек аташса ҫӳреҫҫӗ, кӗтӳҫи ҫуккипе инкек тӳсеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Манӑн ҫиллӗм кӗтӳҫисем ҫине тулса ҫитрӗ, Эпӗ качака такисене те хаса парӑп: Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн кӗтӗвне, Иуда килне, пырса курӗ те вӗсене Хӑйӗн вӑрҫӑри ырӑ учӗ пек тӑратса тухӗ.</verse>
				<verse number="4">Унран кӗтес чулӗ пулӗ, унран — пӑта, унран вӑрҫӑ уххи пулӗ, халӑха тытса тӑракансем пурте ун хушшинчен тухӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем вӑрҫӑра тӑшмансене урамри пылчӑка таптанӑ евӗр таптакан паттӑрсем пек пулӗҫ, ҫапӑҫӗҫ, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа вӗсемпе пӗрле пулӗ, ҫапла ут утланнӑ юланутҫӑсене намӑса хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Иуда килне тӗреклетӗп, Иосиф килне ҫӑлӑп, вӗсене каялла илсе килӗп, мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсене хӗрхентӗм, вара Эпӗ вӗсене пӑрахман пекех пулӗ: Эпӗ — вӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсене илтӗп.</verse>
				<verse number="7">Ефрем акӑ паттӑр пек пулӗ; вӗсенӗн чӗри эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пек хӗпӗртесе хӑпартланӗ; ҫакна вӗсен ывӑлӗсем курӗҫ те савӑнӗҫ; вӗсенӗн чӗри Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн хавасланса ӳкӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ вӗсене паллӑ парӑп та пӗр ҫӗре пуҫтарӑп, мӗншӗн тесен Эпӗ — вӗсене Хӑтараканӗ; вӗсем малтанхи пекех йышлӑ пулӗҫ;</verse>
				<verse number="9">вӗсене халӑхсем хушшинче вырӑнаҫтарса тухӑп, аякри ҫӗршывсенче те вӗсем Мана аса илӗҫ, хӑйсен ачисемпе пӗрле пурӑнӗҫ, ӗнтӗ каялла таврӑнӗҫ;</verse>
				<verse number="10">вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп, Ассирирен те пухӑп вӗсене, Галаад ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ ҫине илсе килӗп, вӗсем валли вырӑн та ҫитмӗ.</verse>
				<verse number="11">Тинӗс тӑрӑх типшар кайӗ, тинӗс хумӗсене ҫапса салатӗ, шывсем ӑшӑхланса юлӗҫ, Ассурӑн мӑн кӑмӑлӗ йӑвашланӗ, Египетран патша туйине туртса илӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсене Ҫӳлхуҫа тӗреклентерӗ, вӗсем Унӑн ячӗпе ҫӳрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Эй Ливан, уҫ хапхуна: кедр йывӑҫҫусене вут ҫунтарса ятӑр.</verse>
				<verse number="2">Эй кипарис, ӗсӗкле — кедр кайса ӳкрӗ, чаплисем те ҫаралса юлчӗҫ; эй, ӗсӗклӗр, Васан юманӗсем — утса тухайми вӑрман йӑванчӗ.</verse>
				<verse number="3">Кӗтӳҫӗсем ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрать: ӗнтӗ вӗсен ирӗклӗ ҫӗрӗсене ҫаратса пӗтернӗ; ҫамрӑк арӑслансем ӳхӗрни илтӗнет, мӗншӗн тесен Иордан илемне тустарса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="4">Манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм ҫапла калать: пусса пӗтерме пӳрнӗ сурӑхсене кӗт,</verse>
				<verse number="5">сутӑн туяннисем вӗсене пӗр шелсӗр, айӑпласран хӑрамасӑр вӗлереҫҫӗ, сутса янисем: «мухтав Ҫӳлхуҫана; эпӗ пуйса юлтӑм!» теҫҫӗ, кӗтӳҫисем те вӗсемшӗн пӑшӑрханмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене Эпӗ текех хӗрхенсе тӑмӑп, тет Ҫӳлхуҫа; акӑ Эпӗ ҫынсене кирек кама та хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин, хӑйӗн патшин аллине парӑп, вӗсем ҫапла ҫӗре пӗтерсе пырӗҫ, Эпӗ вӗсене ҫавсен аллинчен хӑтармӑп.</verse>
				<verse number="7">Пусма пӳрнӗ сурӑхсене, чӑннипех те мӗскӗн сурӑхсене, кӗтӗп. Хам валли икӗ туя илӗп, пӗрне «ырӑлӑх», тепӗрне «пӗрлӗх» тесе ят парӑп та сурӑхсене ҫав туясемпе кӗтӗп.</verse>
				<verse number="8">Пӗр уйӑхра кӗтӳҫӗсенчен виҫҫӗшне пӗтерсе пӑрахӑп; вӗсен чунӗ Манран писнӗ пекех, Манӑн чунӑм та вӗсенчен писӗ.</verse>
				<verse number="9">Калӑп ҫавӑн чухне: сире кӗтместӗп; вилекенни — вилтӗр, пӗтекенни — пӗттӗр, юлаканнисем — пӗрне-пӗри ҫиччӗр, тейӗп.</verse>
				<verse number="10">Вара Хамӑн туяна, «ырӑлӑх» ятлӑскерне, илӗп те ӑна Хам пур халӑхсемпе хывнӑ халала пӗтермешкӗн хуҫса пӑрахӑп.</verse>
				<verse number="11">Вӑл ҫав кун пӗтсе ларӗ, вара Мана кӗтсе тӑракан мӗскӗн сурӑхсем ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Вара вӗсене калӑп: кӑмӑлӑр пулсан, Мана Хама тивӗҫлине тӳлӗр; кӑмӑлӑр пулмасан — ан парӑр, тейӗп; вӗсем вара Мана тӳлеме вӑтӑр кӗмӗл виҫсе парӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ӑна Ҫурт управӑшне пӑрах — мӗн тери пысӑк хакпа хакларӗҫ вӗсем Мана! терӗ. Эпӗ вӑтӑр кӗмӗл укҫана илтӗм те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне чӳлмекҫӗ валли пӑрахрӑм.</verse>
				<verse number="14">Унтан Иудӑпа Израиль хушшинчи тӑванлӑха пӗтермешкӗн Эпӗ Хамӑн тепӗр туяна — «пӗрлӗхе» — хуҫса пӑрахрӑм, терӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: хӑвӑн валли тата пӗр ухмах кӗтӳҫин ӗҫ хатӗрне ил:</verse>
				<verse number="16">Эпӗ ҫакӑ ҫӗр ҫине акӑ вилекеннисемшӗн тӑрӑшман, ҫухалса юлнисене шыраман, чирлисене эмеллемен, сыввисене ҫитермен, анчах хӑй самӑр выльӑхӑн чӗрнине тата-тата пӑрахса ашне ҫиекен кӗтӳҫӗне ярӑп.</verse>
				<verse number="17">Кӗтӗвне пӑрахса хӑваракан юрӑхсӑр кӗтӳҫӗне хуйхӑ ҫитӗ! унӑн алли ҫине, унӑн сылтӑм куҫӗ ҫине хӗҫ ӳктӗр! унӑн алли пӗтӗмпех хӑрса типӗ, унӑн сылтӑм куҫӗ пачах курми пулӗ, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Израиль ҫинчен ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтерсе калани. Ҫӳлхуҫа — тӳпене карӑнтарнӑ, ҫӗре никӗсленӗ, этем ӑшӗнчи сывлӑша пултарнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать:</verse>
				<verse number="2">акӑ Эпӗ Иерусалима таврари халӑхсемшӗн пуриншӗн те ӑншӑрт курки туса хурӑп, Иерусалима тӑшмансем хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Иудӑшӑн та ҫапла пулӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, Иерусалима пур ӑрушӑн та йывӑр чул туса хурӑп; ӑна йӑтма тӑракансем халран кайӗҫ, ӑна хирӗҫ вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх пухӑнса килӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кирек хӑш ута та уртарса ярӑп, юланутҫине ӑссӑра кӑларӑп; Иуда килӗ ҫине вара куҫӑма уҫса пӑхӑп; халӑхсен кашни утне суккӑр тӑвӑп.</verse>
				<verse number="5">Иуда ҫулпуҫӗсем хӑйсен ӑшӗнче калӗҫ вара: «манӑн вӑйӑм-хӑватӑм — Саваоф Ҫӳлхуҫапа, хӑйсен Туррипе, пурӑнакан Иерусалим ҫыннисем» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑ кун Эпӗ Иуда ҫулпуҫӗсене вут-кӑвайтӑ хушшинчи кӑвар савӑчӗ пек, кӗлтесем хушшинче ялкӑшакан ҫулӑм пек туса хурӑп, вӗсем таврари мӗнпур халӑха — сылтӑмра та, сулахайра та — пӗтерсе тӑкӗҫ, Иерусалимра вара каллех хӑйӗн вырӑнӗнче, Иерусалимра, халӑх пурӑнма пуҫлӗ.</verse>
				<verse number="7">Давид килӗн аслӑлӑхӗпе Иерусалим ҫыннисен аслӑлӑхӗ Иудӑран ҫӳле ан ҫӗклентӗр тесе, Ҫӳлхуҫа малтан Иуда чатӑрӗсене ҫӑлӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа Иерусалимра пурӑнакансене хӳтӗлӗ, вӗсен хушшинчи чи вӑйсӑрри те ҫавӑ кун Давид пек пулӗ, Давид килӗ вара Турӑ пек, вӗсен умӗнчи Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пек пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑ кун тата ҫапла пулӗ: Эпӗ Иерусалим ҫине тапӑнакан халӑхсене пурне те пӗтерсе пӑрахӑп.</verse>
				<verse number="10">Давид килӗпе Иерусалим ҫыннисем ҫине тивлет ярӑп, кӑмӑлӗсене ҫемҫетӗп, вӗсем вара хӑйсем сӑнӑпа Чикнийӗ ҫине пӑхӗҫ, Уншӑн пӗртен-пӗр ывӑлшӑн ӗсӗкленӗ пек ӗсӗклесе йӗрӗҫ, малтан ҫуралнишӗн хуйхӑрнӑ пек хуйхӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑ кун Иерусалимра Мегиддо айлӑмӗнче Гададриммон патӗнче хӳхленӗ пек хӳхлӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӗр ӗсӗклесе йӗрӗ, кашни йӑх уйрӑммӑн йӗрӗ: Давид килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; Нафан килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм;</verse>
				<verse number="13">Левий килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; Симеон йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм.</verse>
				<verse number="14">Ытти мӗнпур йӑх та — кашни йӑх хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем те — хӑйне уйрӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫавӑ кун Давид килӗпе Иерусалим ҫыннисемшӗн ҫылӑхсемпе тасамарсенчен ҫӑвӑнса тасалма ҫӑл уҫӑлӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен йӗрӗхсен ячӗсене пӗтерсе тӑкӑп, вӗсене вара текех асӑнмӗҫ, ҫавӑн пекех суя пророксемпе усал сывлӑша ҫӗр ҫинчен хӑваласа ярӑп.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн чухне, кам та пулин малашне пулассине калать пулсан, ӑна ҫуратнӑ ашшӗпе амӑшӗ: «эсӗ пурӑнма тивӗҫлӗ мар, эсӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе суя сӑмах калатӑн» тейӗҫ; вара ӑна, пулассине каланӑ чухне, хӑйне ҫуратнӑ ашшӗпе амӑшӗ вӗлерсе пӑрахӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: малашне пулассине каланӑ чухне ҫав суя пророксем кашнийӗ хӑйне мӗн курӑннинчен намӑсланса кайӗ те, хӑй малашнехине пӗлтерекенӗ иккенне кӑтартма шӑла пир тумтир тӑхӑнса улталаса ҫӳрекенскер, текех ун пек тӑхӑнмӗ те.</verse>
				<verse number="5">Вара кашниех ҫапла калӗ: эпӗ пророк мар, эпӗ ҫӗр ӗҫлекен, эпӗ ачаранпах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнатӑп, тейӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӑна: мӗншӗн-ха сан аллу ҫинче ҫӗвӗсем пур? тейӗҫ; вӑл ҫапла хуравласа калӗ: мӗншӗн тесен мана хама юратакансен килӗнче хӗненӗ, тейӗ.</verse>
				<verse number="7">Эй хӗҫ! Манӑн кӗтӳҫӗм ҫине, Манӑн ҫывӑх ҫыннӑм ҫине ҫӗклен, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: кӗтӳҫне ҫапса ӳкер те — сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ! Эпӗ вара Хамӑн аллӑма кӗҫӗннисем енне тӑсӑп.</verse>
				<verse number="8">Мӗнпур ҫӗр ҫинче вара ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, ун ҫинче икӗ пайӗ тӗп пулӗ, вилсе пӗтӗ, виҫҫӗмӗшӗ чӗрӗ юлӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав виҫҫӗмӗш пайне вут-ҫулӑма илсе кӗрӗп те вӗсене кӗмӗле шӑратнӑ пек шӑратӑп, ылтӑна тасатнӑ пек тасатӑп: вӗсем Мана чӗнме тытӑнӗҫ, Эпӗ вӗсене илтӗп те калӑп: «ку Манӑн халӑх» тейӗп, вӗсем вара: «Ҫӳлхуҫа — манӑн Туррӑм!» тейӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Акӑ Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитет, вара сан патӑнтан вӑрласа тухнине хӑвӑн умӑнтах пайлӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Халӑхсене пурне те Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫтарӑп, хулана туртса илӗҫ, ҫуртсене ҫаратса тухӗҫ, арӑмсене чыссӑра кӑларӗҫ, ҫур хула тыткӑна кайӗ; анчах ытти халӑхне пӗтермӗҫ, вӗсем хулара юлӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа тухӗ те ҫак халӑхсене вӑрҫӑ кунӗнче тапӑннӑ пек пырса тапӑнӗ.</verse>
				<verse number="4">Унӑн ури ҫав кун Иерусалим умӗнчи тухӑҫ енчи Елеон тӑвӗ ҫине ярса пусӗ; Елеон тӑвне вара тухӑҫран анӑҫалла питӗ пысӑк айлӑм икке уйӑрӗ, ҫур тӑвӗ ҫурҫӗрелле, тепӗр ҫур тӑвӗ кӑнтӑралла юлӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсир Манӑн тӑвӑмсен айлӑмне чупса кайӑр, тусен айлӑмӗ Асил таранах сарӑлса выртӗ; эсир Иудея патши Озия вӑхӑтӗнче ҫӗр чӗтреннинчен тарнӑ чухнехи пекех чупӑр; вара Ҫӳлхуҫа Туррӑм килӗ, Унпа пӗрле мӗнпур святой килӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ҫутӑ пулмӗ, хӗвел те, уйӑх-ҫӑлтӑр та ҫухалӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа анчах пӗлекен пӗртен-пӗр кун пулӗ: кун та мар, каҫ та мар; каҫхи вӑхӑтра тин ҫутӑ курӑнса кайӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑ кун тата ҫапла пулӗ: Иерусалимран чӗрӗлӗх шывӗ юхма тытӑнӗ, ҫурри тухӑҫри тинӗселле, тепӗр ҫуррийӗ анӑҫри тинӗселле юхса выртӗ: ҫулла та, хӗлле те ҫапла пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗр Патши пулӗ; ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗрре пулӗ, Унӑн ячӗ те пӗртен-пӗрре пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑ пӗтӗм ҫӗр, Гаваонран пуҫласа Реммон таран, тӳремлӗх пек пулӗ, Иерусалимран кӑнтӑралла сарӑлса выртӗ, Иерусалим вара хӑйӗн вырӑнӗнче ҫӳлте ларӗ, унта Вениамин хапхинчен пуҫласа малтанхи хапха вырӑнӗ таран, кӗтесри хапха таран, Анамеил пашнинчен пуҫласа патшанӑн иҫӗм сӗткенӗн юхтаркӑчӗ таран халӑх пурӑнма пуҫлӗ.</verse>
				<verse number="11">Вара ҫавӑнта пурӑнӗҫ, текех ылхан пулмӗ, Иерусалим сыхлӑхра пурӑнӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫнӑ халӑхсене пурне те ҫакӑн пек пӗтерсе тӑкӗ: кирек камӑн та ури ҫинче тӑнӑ чухнех ӳчӗ-тирӗ хӑрса ларӗ, куҫ лупашкинче куҫӗ сӳнсе ларӗ, ҫӑварӗнче чӗлхи типсе ларӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑ кун вара вӗсен хушшинче Ҫӳлхуҫаран килекен пысӑк пӑлхану пулса иртӗ: пӗри тепӗрин аллинчен ярса тытӗ, унӑн алли хӑйӗн ҫывӑх ҫынни ҫине ҫӗкленӗ.</verse>
				<verse number="14">Анчах Иуда хӑй те Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫӗ, таврари мӗнпур халӑх пуянлӑхне пуҫтарса килӗҫ: ылтӑн, кӗмӗл, шутсӑр нумай тумтир илсе килӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсен тапӑрӗсенчи лашасене те, ашакла лашасене те, тӗвесене те, ашаксене те, мӗнпур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхе те ҫавӑн пекех пӗтерсе тӑкӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Кайран вара Иерусалима хирӗҫ тӑнӑ халӑхсенчен чӗрӗ юлнисем пурте ҫултан-ҫулах Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, пуҫҫапма тата хӳшӗ уявне уявлама килсе ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Тата ҫапла пулӗ: эхер те ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр халӑх Иерусалима Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, пуҫҫапма каймасан, вӗсен ҫумӑр пулмӗ.</verse>
				<verse number="18">Эхер те Египет йӑхӗ ҫула тухса кунта килмесен, унӑн та ҫумӑр пулмӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна хӳшӗ уявне уявлама килсе ҫӳремен халӑхсене пӗтернӗ пекех пӗтерсе тӑкӗ.</verse>
				<verse number="19">Египет ҫылӑхӗшӗн тата хӳшӗ уявне уявлама ҫӳремен ытти мӗнпур халӑх ҫылӑхӗшӗн акӑ мӗн пулӗ!</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑн чухне ут хатӗрӗ ҫине те: «Ҫӳлхуҫанӑн таса япали» тесе касса ҫырӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хурансем те алтарь умӗнчи парне алтӑрӗсемпе танах пулӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Иерусалимри хурансем те, Иудейӑри хурансем те пурте Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн таса япалисем пулса тӑрӗҫ, парне кӳме ҫӳрекенсем килӗҫ те, вӗсене илсе, унта парне ашӗ пӗҫерӗҫ, Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ҫав кун пӗр хананей те пулмӗ вара.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="39">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне малашне мӗн пулассине Малахия урлӑ пӗлтерсе каланӑ сӑмах.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ сире юрататӑп, тет Ҫӳлхуҫа. Эсир вара: «пире юратнине Эсӗ мӗн туса кӑтартрӑн?» теетӗр. — Исав Иаковӑн пиччӗшӗ мар-и вара? тет Ҫӳлхуҫа; ҫапах та Эпӗ Иакова юратрӑм,</verse>
				<verse number="3">Исава вара курайми пултӑм, унӑн тӑвӗсене тустарса тухрӑм, унӑн ҫӗрне пушхир шакалӗсене патӑм.</verse>
				<verse number="4">Эхер те Эдом: «эпир ҫука юлтӑмӑр, анчах мӗн аркатнине эпир ҫӗнӗрен тӑвӑпӑр» тет пулсассӑн, Саваоф Ҫӳлхуҫа вара ҫапла калать: вӗсем туса лартӗҫ, Эпӗ ҫӗмӗрӗп, тет. Ӗнтӗ Эдом ҫинчен ку усал ҫӗр, ку халӑха Ҫӳлхуҫа яланлӑхах ҫилленнӗ теме пуҫлӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакна хӑвӑр куҫӑрпа хӑвӑрах куратӑр акӑ, вара: «Израиль ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа асла тухрӗ!» теетӗр.</verse>
				<verse number="6">Эй священниксем, Манӑн ятӑма чыссӑра кӑларакансем, Саваоф Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ывӑлӗ ашшӗне, чура хӑйӗн патшине хисеплет; Эпӗ Атте пулсан, Мана хисеплесси ӑҫта? Эпӗ Патша пулсан, Мана сума сӑвасси ӑҫта? Эсир: «Сан ятна мӗн туса чыссӑра кӑларатпӑр-ха эпир?» теетӗр.</verse>
				<verse number="7">Эсир Манӑн парне вырӑнӗ ҫине таса мар ҫӑкӑр илсе килетӗр, хӑвӑр вара: «Сана мӗн туса чыссӑра кӑларатпӑр-ха?» теетӗр. — «Ҫӳлхуҫа сӗтелне хисепе хумалӑх ҫук» тенипе.</verse>
				<verse number="8">Парне кӳме суккӑр выльӑх илсе пыни начар мар-и вара? е уксаххине, чирлине илсе пыни начар мар-и тата? Ҫакна хӑвӑн пуҫлӑхна кӳр-ха: вӑл санпа кӑмӑллӑ пулӗ-и, кӑмӑллӑн хапӑл тӑвӗ-и вӑл сана? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа Турра кӗлтӑвӑр, Вӑл пире каҫартӑрччӗ; анчах эсир ҫакӑн пек туса тӑратӑр пулсан, Вӑл сире кӑмӑллӑн йышӑнма пултарӗ-и? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Манӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӑлӑхах вут ҫунтариччен пӗрех хут сирӗнтен хӑшӗ те пулин алӑка питӗрсе илинччӗ. Эпӗ сире кӑмӑл тумастӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, сирӗн аллӑр панӑ парне те Маншӑн юрӑхлӑ мар.</verse>
				<verse number="11">Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, кирек ӑҫта та Манӑн ятӑм умӗнче фимиам тӗтӗрӗҫ, таса парне кӳрӗҫ; халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Эсир вара: «Ҫӳлхуҫа сӗтелне хисепе хумалӑх ҫук, унран килекен тупӑш — ниме тӑман апат анчах» тесе ӑна хурлатӑр.</verse>
				<verse number="13">Тата: «ав ӗҫӗ мӗн чухлӗ!» тесе калатӑр та ҫав апата тиркетӗр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, эсир парне кӳме вӑрланине, уксаххине, чирлине илсе килетӗр, ҫӑкӑр парни те сирӗн ҫавӑн йышшиех: ҫакна Эпӗ сирӗн аллӑртан кӑмӑлласа йышӑнма пултарӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="14">Хӑйӗн кӗтӗвӗнче айӑпсӑр аҫа выльӑх пур ҫинчех, хӑй тупа тунӑ ҫинчех Ҫӳлхуҫана парне кӳме пӑсӑккине илсе пыракан ултавҫӑ ылханлӑ: Эпӗ — аслӑ Патша, халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм хӑрушӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли:</verse>
				<verse number="2">эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар.</verse>
				<verse number="3">Акӑ Эпӗ сире хулсӑр тӑратса хӑварӑп, питӗр-куҫӑр ҫине тислӗк, хӑвӑр кӳнӗ уяв парнисен тислӗкне, сапӑп, сире ҫавӑнпа пӗрле кӑларса ывӑтӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Эсир вара Эпӗ ҫакӑ ӳкӗте Левийпе пӗрле хывнӑ халалӑма сыхласа хӑвармашкӑн панине пӗлӗр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ унпа пӗрле хывнӑ халалӑм пурӑнӑҫпа канӑҫлӑх халалӗччӗ, Эпӗ ӑна вӑл хӑраса тӑтӑр тесе патӑм, вӑл Манран хӑраса тӑратчӗ, Манӑн ятӑма пӗтӗм чӗререн хисеплетчӗ.</verse>
				<verse number="6">Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче чӑнлӑх саккунӗччӗ, унӑн ҫӑварӗнчен суя тухмастчӗ; Манпа пӗрле вӑл канӑҫлӑхпа, тӳрӗлӗхпе ҫӳретчӗ, нумайӑшне ҫылӑхран сивӗтетчӗ.</verse>
				<verse number="7">Священник чӗлхи-ҫӑварӗ саккуна пӗлнине упрама тивӗҫлӗ, унран ҫавӑн ҫинчен вӗрентессе кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл — Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хыпарҫи.</verse>
				<verse number="8">Анчах эсир ҫак ҫултан пӑрӑнтӑр, илӗртсе, нумайӑшне саккун тӗлӗшӗнчен иккӗленмелле турӑр, Левийпе хывнӑ халала пӑсрӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="9">Ҫакӑншӑн ӗнтӗ Эпӗ сире пӗтӗм халӑх умӗнче хӑвӑртан йӗрӗнмелле тӑвӑп, мӗскӗне хӑварӑп, мӗншӗн тесен эсир Манӑн ҫула уямастӑр, саккун ӗҫӗнче икӗпитленетӗр.</verse>
				<verse number="10">Пирӗн пурин те пӗр Атте мар-и вара? Пӗр Турӑ пултарман-и пире? Мӗншӗн-ха эпир пӗр-пӗрне улталаса аттемӗрсем хывнӑ халала пӑсатпӑр?</verse>
				<verse number="11">Иуда улталать, Израильпе Иерусалимра ирсӗр ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ: Иуда Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнне, хӑй юратнӑскерне, кӗҫӗне хӑварнӑ, ют туррӑн хӗрне качча илнӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа ҫавӑн пек тӑваканӑн хуралӗнче ларакана, хурав паракана, тата Саваоф Ҫӳлхуҫана парне кӳрекене Иаков чатӑрӗсенче пӗтерсе тухӗ.</verse>
				<verse number="13">Эсир тата акӑ мӗн тӑватӑр: эсир Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине йӗрсе те ӳлесе куҫҫулӗ тӑктаратӑр, Вӑл парнесем ҫине текех пӑхмасть ӗнтӗ, сирӗн аллӑртан ҫырлахтаракан парне те йышӑнмасть.</verse>
				<verse number="14">«Мӗншӗн-ха?» тейӗр эсир. Акӑ мӗншӗн: Ҫӳлхуҫа санпа хӑвӑн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑму хушшинче мӗн пулнине курса тӑнӑ, кайран эсӗ арӑмна улталанӑ, вӑл вара — санӑн ҫывӑх тусу, санӑн саккунлӑ арӑму.</verse>
				<verse number="15">Анчах пӗри те ҫавӑн пекех туманччӗ-и-ха? лайӑхран та лайӑхскер марччӗ-и вӑл? мӗн турӗ-ха ҫавӑ? Вӑл Турӑран тӑхӑм илесшӗнччӗ. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр чунӑра сыхлӑр, никам та хӑйӗн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑмне хирӗҫле ултавлӑ ӗҫ ан тутӑр.</verse>
				<verse number="16">Эхер те эсӗ ӑна кураймастӑн пулсан, уйӑрса яр, тет Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ; кӳренӳ унӑн тумтирне хуплӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа хӑвӑр чунӑра астуса тӑрӑр, ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр.</verse>
				<verse number="17">Эсир Ҫӳлхуҫана хӑвӑр сӑмахӑрпа ҫиллентеретӗр, хӑвӑр: «мӗн туса ҫиллентеретпӗр-ха эпир Ӑна»? теетӗр. Эсир: «усал тӑвакан кирек кам та — Ҫӳлхуҫа умӗнче лайӑх, ҫавӑн пеккисене Вӑл кӑмӑллать» е тата: «ӑҫта тӳрӗ сут Турри?» теетӗр, ҫавӑнпа ҫиллентеретӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Акӑ Эпӗ Хамӑн Ангелӑма яратӑп, вӑл Манӑн умӑмри ҫула хатӗрлесе хурӗ, эсир шыракан Ҫӳлхуҫа, эсир курас теекен халал Ангелӗ Хӑйӗн Ҫуртне пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрӗ; акӑ Вӑл килет ӗнтӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="2">Вӑл килнӗ куна кам чӑтма пултарӗ? Вӑл курӑнсассӑн, кам тытӑнса тӑрайӗ? Мӗншӗн тесен Вӑл — шӑратакан вут-ҫулӑм пек, тасатакан сӗлтӗ пек,</verse>
				<verse number="3">Вӑл кӗмӗл шӑратса тасатма ларӗ, Левий ывӑлӗсене, Ҫӳлхуҫана тӗрӗс парне кӳрсе тӑччӑр тесе, ылтӑнпа кӗмӗле шӑратса тасатнӑ пек шӑратса тасатӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑн чухне вара, авалхи кунсенчи пек, унчченхи ҫулсенчи пек, Иудӑпа Иерусалим кӳрекен парнесем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Вара сирӗн патӑра сут тума пырӑп, асамҫӑсене, аскӑнчӑксене, улталаса тупа тӑвакансене, тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳлемеллинчен катса юлакансене, тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасене хӗсӗрлекенсене, ютран килнисене тӗксе яракансене, Манран хӑраманнисене кӗҫех питлеме тытӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="6">Мӗншӗн тесен Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ улшӑнмастӑп; ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир, Иаков ывӑлӗсем, пӗтмерӗр.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑр аҫӑрсен вӑхӑтӗнченех эсир Эпӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑнтӑр, вӗсене тытса тӑмастӑр; Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. «Мӗнле ҫаврӑнас-ха пирӗн?» тейӗр эсир.</verse>
				<verse number="8">Ҫыннӑн Турра ҫаратма юрать-и? Эсир вара Мана ҫарататӑр. «Мӗнле ҫарататпӑр-ха Сана?» тейӗр эсир. Вуннӑмӗш пайран тата парнерен катса юлса.</verse>
				<verse number="9">Ылханран та ылхан сире, мӗншӗн тесен эсир — пӗтӗм халӑх — Мана ҫарататӑр.</verse>
				<verse number="10">Манӑн Ҫуртӑмра ҫимӗҫ пултӑр тесе, хӑвӑрӑн пур вуннӑмӗш пайӑра та управӑш ҫуртне илсе килӗр, ытах Мана ҫапла сӑнаса пӑхӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и?</verse>
				<verse number="11">Сирӗншӗн Эпӗ хурт-кӑпшанкӑна сирӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене пӗтерме чарӑп, сирӗн хирӗрти иҫӗм йывӑҫӗ ҫимӗҫсӗр тӑрса юлмӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="12">Сире пур халӑхсем те телейлисем теме тытӑнӗҫ, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӗрӗр пурне те ӑмсантарӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="13">Сирӗн Манӑн умӑмра калакан сӑмахӑрсем чӑрсӑр, тет Ҫӳлхуҫа. Эсир: «эпир Сана хирӗҫ мӗн калатпӑр-ха?» тейӗр.</verse>
				<verse number="14">Эсир калатӑр: «Турра ӗҫлесе тӑни усӑсӑр, эпир Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑни, Саваоф Турӑ умӗнче хурлӑх тумӗпе ҫӳрени мӗн усӑ кӳчӗ?</verse>
				<verse number="15">Халӗ мӑнкӑмӑллисене эпир телейлӗ тесе шутлатпӑр: йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ӑнӑҫтарса пурӑнаҫҫӗ, Турра сӑнаҫҫӗ пулин те, тӗрӗс-тӗкелех юлаҫҫӗ» тетӗр.</verse>
				<verse number="16">Анчах Турӑран хӑракансем пӗрне-пӗри ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа тӑнлать те ҫакна илтет, Ун умӗнче Ҫӳлхуҫаран хӑракансем ҫинчен, Унӑн ятне хисеплекенсем ҫинчен астӑвӑм кӗнеки ҫырӑнать» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем Манӑн пулӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫавӑ кун, Эпӗ пултарас кун, Манӑн еткерлӗхӗм пулӗҫ, ҫын хӑйне ӗҫлесе тӑракан ывӑлне мӗнле кӑмӑллать, Эпӗ те вӗсене ҫапла кӑмӑллӑп.</verse>
				<verse number="18">Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Акӑ кӑмака пек хӗрсе ҫунакан кун килет; ҫавӑн чухне мӑнкӑмӑллисем, усал ӗҫ тӑвакансем пурте улӑм пек пулӗҫ, вӗсене килес кун ҫунтарса ярӗ, ӗнтӗ вӗсен тымарне те, пӗр туратне те хӑвармӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="2">Сирӗн валли вара, Манӑн ятӑма чӗререн хисеплесе тӑракансем, тӳрӗлӗх Хӗвелӗ ҫӗкленсе тухӗ, Унӑн ҫути сиплӗх парса тӑрӗ, эсир тухатӑр та самӑр пӑру пек сиккелесе выляма пуҫлатӑр;</verse>
				<verse number="3">йӗркесӗр ҫынсене таптатӑр, Эпӗ тӑвас кун вӗсем сирӗн урӑрсем айӗнчи тусан пулса тӑрӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="4">Манӑн Моисей чурамӑн саккунне асра тытӑр, ҫав саккуна Эпӗ ӑна Хорив тӑвӗ ҫинче пӗтӗм Израиль валли панӑ, ҫавӑн пекех Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене те асра тытӑр.</verse>
				<verse number="5">Акӑ Эпӗ Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ та хӑрушӑ кунӗ ҫитиччен сирӗн патӑра Илия пророка яратӑп.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ килсессӗн ҫӗре ылханпа пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр тесе, вӑл ашшӗсен чӗрине ачисем енне, ачисенӗн чӗрине ашшӗсем енне ҫавӑрӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
	</testament>
	<testament name="New">
		<book number="40">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек:</verse>
				<verse number="2">Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="3">Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="4">Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="5">Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="6">Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="7">Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="8">Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="9">Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="10">Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="11">Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="12">Вавилона куҫарса кайсассӑн Иехонияран Салафиил ҫуралнӑ; Салафиилран Зоровавель ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="13">Зоровавельрен Авиуд ҫуралнӑ; Авиудран Елиаким ҫуралнӑ; Елиакимран Азор ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="14">Азортан Садок ҫуралнӑ; Садокран Ахим ҫуралнӑ; Ахимран Елиуд ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="15">Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазартан Матфан ҫуралнӑ; Матфанран Иаков ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="16">Иаковран Иосиф — Мария упӑшки — ҫуралнӑ; ҫав Марийӑран Христос теекен Иисус ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вунтӑватӑ сыпӑк; Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вунтӑватӑ сыпӑк; Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вунтӑватӑ сыпӑк.</verse>
				<verse number="18">Иисус Христос ҫурални акӑ ҫапла пулнӑ: Унӑн Амӑшне, Марийӑна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑна пуҫличченех, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе Мария йывӑр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ ҫын пулнӑ; вӑл, Марийӑн ятне ярас мар тесе, ӑна вӑрттӑн уйӑрса ярасшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Анчах та ҫапла шухӑшласанах акӑ ӑна тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: Давид ывӑлӗ Иосиф! эсӗ арӑмна, Марийӑна, ху патна илме ан хӑра: Вӑл Таса Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ;</verse>
				<verse number="21">Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килтӗр тесе пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="23">«акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ» тенӗ. Еммануил тени «пирӗнпе Турӑ» тенине пӗлтерет.</verse>
				<verse number="24">Иосиф ыйхӑран вӑрансан, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хушнӑ пек, арӑмне хӑй патне илнӗ,</verse>
				<verse number="25">анчах вӑл унпа хутшӑнман; унтан Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ; Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ирод патша пурӑннӑ вӑхӑтра, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсассӑн, тухӑҫ енчен ҫӑлтӑрҫӑсем Иерусалима пынӑ та каланӑ:</verse>
				<verse number="2">иудейсен халӗ ҫуралнӑ Патши ӑҫта? эпир тухӑҫ енче Унӑн ҫӑлтӑрӗ тухнине куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫакна илтсессӗн Ирод патша та, унпа пӗрле пӗтӗм Иерусалим та шикленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл вара аслӑ священниксене, халӑх хушшинчи кӗнекеҫӗсене пурне те пухнӑ та вӗсенчен: Христос ӑҫта ҫуралмалла? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем ӑна каланӑ: Иудейӑри Вифлеемре, мӗншӗн тесессӗн пророк урлӑ ҫапла ҫырнӑ:</verse>
				<verse number="6">«эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнрен те кая мар: санран Пуҫлӑх тухӗ, Вӑл Ман халӑхӑма, Израиле, сыхласа усрӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара Ирод, ҫӑлтӑрҫӑсене вӑрттӑн чӗнсе илсе, вӗсенчен ҫӑлтӑр курӑннӑ вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ те</verse>
				<verse number="8">вӗсене Вифлееме кайма хушнӑ: кайӑр та Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе пӗлӗр; Ӑна тупсан мана хыпар тӑвӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Патша хушнине итлесе, вӗсем кайнӑ. Акӑ ӗнтӗ хӑйсем тухӑҫ енче курнӑ ҫӑлтӑр вӗсен умӗнчен пынӑ; вӑл ҫапла Ача тӗлне ҫитнӗ те чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӑлтӑра курсан вӗсем тем тӗрлӗ савӑнса хӗпӗртенӗ.</verse>
				<verse number="11">Пӳрте кӗрсен Ачапа Унӑн Амӑшне Марийӑна курнӑ та Ачана ӳксе пуҫҫапнӑ; унтан арчисене уҫса Ӑна парнесем — ылтӑн, латӑн тата смирна — сӑйласа панӑ.</verse>
				<verse number="12">Кайран вӗсем тӗлӗкре Ирод патне ан таврӑнӑр тенӗ хыпар илнӗ те урӑх ҫулпа хӑйсен ҫӗрне кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем кайсан, акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Египета тар. Эпӗ каличчен ҫавӑнтах пурӑн: Ирод Ачана шыраса тупса вӗлересшӗн, тет.</verse>
				<verse number="14">Вӑл тӑнӑ та Ачапа Унӑн Амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ,</verse>
				<verse number="15">вара Ирод виличченех ҫавӑнта пурӑннӑ. Ҫапла Турӑ пророк урлӑ: «Эпӗ Хамӑн Ывӑлӑма Египетран чӗнсе илтӗм» тени пурӑнӑҫа килнӗ.</verse>
				<verse number="16">Ирод ӗнтӗ, хӑйне ҫӑлтӑрҫӑсем улталаса хӑварнине ӑнкарса илсессӗн, талӑрсах кайнӑ та ҫӑлтӑрҫӑсенчен тӗпчесе пӗлнӗ вӑхӑтра Вифлеемпе ун таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне Иеремия пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килнӗ, вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="18">«Рама хулинче уласа, кӑшкӑрса макӑрнӑ сасӑ илтӗнет: Рахиль хӑйӗн ачисемшӗн йӗрет, вӗсем ҫукран чунне пусараймасть» тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ирод вилсессӗн, акӑ Египетра Иосифа тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑнать те</verse>
				<verse number="20">ҫапла калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Израиль ҫӗрне кай: Ача чунне шыракансем вилчӗҫ ӗнтӗ, тет.</verse>
				<verse number="21">Иосиф тӑнӑ та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="22">Анчах Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине илтсессӗн, унта кайма шикленнӗ; вара тӗлӗкре хыпар илсе, Галилея ҫӗрне кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Унта ҫитсен, Назарет ятлӑ хулана вырӑнаҫнӑ, ҫапла пророксем урлӑ «Ӑна Назарет ҫынни тейӗҫ» тесе калани пурӑнӑҫа килнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн Иудея пушхирне пырса халӑха вӗренте пуҫлать,</verse>
				<verse number="2">вӑл: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тет.</verse>
				<verse number="3">Ун ҫинчен Исаия пророк урлӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр!»</verse>
				<verse number="4">Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ; ҫимӗҫӗ унӑн хӗрлӗ шӑрчӑкпа кайӑк хурт пылӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран, пӗтӗм Иордан таврашӗнчен темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ,</verse>
				<verse number="6">вӑл вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="7">Фарисейсемпе саддукейсем нумайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине курсассӑн, Иоанн вӗсене каланӑ: эй ҫӗлен ҫурисем! ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма пулать тесе кам вӗрентрӗ сире?</verse>
				<verse number="8">Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр,</verse>
				<verse number="9">хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ сире ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп, ман хыҫҫӑн Килекенӗ манран хӑватлӑ, эпӗ Унӑн ури сыррине йӑтса пыма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Таса Сывлӑшпа, вутпа тӗне кӗртӗ.</verse>
				<verse number="12">Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те Хӑйӗн туллине кӗлете пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн чухне Иисус Галилейӑран Иордан хӗррине Иоанн патне шыва кӗме пырать.</verse>
				<verse number="14">Иоанн Ӑна чарасшӑн пулнӑ: Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ Хӑв ман патӑма килтӗн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: ан чар халӗ, пирӗн пур тӳрӗлӗхе те ҫапла тума кирлӗ, тенӗ. Иоанн вара Ӑна чарса тӑман.</verse>
				<verse number="16">Иисус Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах шывран тухнӑ, акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ.</verse>
				<verse number="17">Тата тӳперен: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисуса шуйттан илӗртсе сӑнатӑр тесе, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Унта Вӑл хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ӗҫмесӗр, ҫимесӗр пурӑннӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.</verse>
				<verse number="3">Сӑнакан Ун патне пырса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать» тесе ҫырнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан шуйттан Ӑна сӑваплӑ хулана илсе каять те Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса</verse>
				<verse number="6">ҫапла калать: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик; ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иисус ӑна каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе те ҫырнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫакӑн хыҫҫӑн шуйттан Ӑна питех те ҫӳллӗ ту ҫине илсе каять те тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсенӗн чапне кӑтартса</verse>
				<verse number="9">калать Ӑна: мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакна пурне те Сана парӑп, тет.</verse>
				<verse number="10">Иисус вара ӑна ҫапла калать: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тет.</verse>
				<verse number="11">Вара шуйттан Ун патӗнчен каять, — акӑ ӗнтӗ ангелсем пынӑ та Иисуса ӗҫлесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Иоана тытса хупнине илтсессӗн, Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ,</verse>
				<verse number="13">Вӑл Назаретран тухса кайса Завулонпа Неффалим ҫӗрне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине пырса вырӑнаҫнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ; вӑл каланӑ:</verse>
				<verse number="15">«тинӗс ҫулӗ ҫинче, Иордан леш енче — Завулон ҫӗрӗпе Неффалим ҫӗрӗ, суя тӗнлӗ Галилея;</verse>
				<verse number="16">сӗмлӗхре ларакан халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ, вилӗм ӗмӗлки хупӑрланӑ ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн ҫутӑ ҫутӑлса тухрӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнтанпа вара Иисус ҫапла каласа вӗренте пуҫланӑ: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне Вӑл тинӗсе тетел ывӑтакан икӗ пӗртӑвана — Петр теекен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее — курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Иисус вӗсене ҫапла калать: Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп, тет.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем вара ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑнтан малалла кайсассӑн, Вӑл тата икӗ пӗртӑвана — Зеведей ывӑлӗсене, Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана — курнӑ; вӗсем хӑйсен ашшӗпе Зеведейпе пӗрле кимӗ ҫинче тетелӗсене тӳрлетсе тӑнӑ; вӗсене те чӗннӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем вара, ҫав самантрах ашшӗпе киммине пӑрахса хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Иисус пӗтӗм Галилея тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, халӑх хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="24">Ӗнтӗ Ун ҫинчен пӗтӗм Сири ҫӗрне хыпар сарӑлнӑ; Ун патне халсӑррисене, тӗрлӗ чир-чӗрпе асапланакансене, усал ернисене, тытамаклисене тата шалкӑм ҫапнисене иле-иле пынӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ун хыҫҫӑн Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Иисус, халӑха курсан, ту ҫине улӑхса ларнӑ; ҫавӑнта ларсассӑн Ун патне вӗренекенӗсем пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="3">Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="4">Йӗрекенсем телейлӗ: вӗсем йӑпанӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене ҫӗр тивӗ.</verse>
				<verse number="6">Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Хӗрхенекенсем телейлӗ: вӗсене хӑйсене хӗрхенӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Таса чӗреллисем телейлӗ: вӗсем Турра курӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ: вӗсене Турӑ ачисем тейӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Тӗрӗслӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="11">Сире Ман пирки хурласассӑн, хӗсӗрлесессӗн, тем тӗрлӗ усал сӑмахпа хӑртсассӑн, эсир телейлӗ пулатӑр.</verse>
				<verse number="12">Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ, — сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ.</verse>
				<verse number="13">Эсир — ҫӗр тӑварӗ. Тӑварӑн хӑвачӗ пӗтсессӗн, ӑна мӗнле тӑварлӑ тӑвайӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла.</verse>
				<verse number="14">Эсир — тӗнче ҫути. Ту ҫине вырӑнаҫнӑ хула курӑнмасӑр лараймасть.</verse>
				<verse number="15">Ҫутнӑ ҫуртана та савӑт айне лартмаҫҫӗ, шантал ҫине лартаҫҫӗ, вара вӑл пӳртрисене пурне те ҫутатса тӑрать.</verse>
				<verse number="16">Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ саккуна е пророксен сӑмахӗсене пӑрахӑҫлама килнӗ тесе ан шухӑшлӑр: Эпӗ пӑрахӑҫлама килмен, туса ҫитерме килнӗ.</verse>
				<verse number="18">Чӑн калатӑп сире: тӳпепе ҫӗр пӗтмесӗр, пӗтӗмпе пурӑнӑҫланмасӑр саккунри пӗр пӗчӗкҫеҫҫӗ саспалли те, пӗр йӗрӗ те пӑрахӑҫланмӗ.</verse>
				<verse number="19">Кам та кам ҫав ӳкӗтсенчен пӗрне те пулин — чи пӗчӗккине те пулин — пӑрахӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни пулӗ; кам ҫавна пурӑнӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑнпа та калатӑп сире: эсир фарисейсемпе кӗнекеҫӗсенчен тӳрӗрех пурӑнмасан Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.</verse>
				<verse number="21">Эсир авалхисене «ан вӗлер; ҫынна вӗлерекен сута тивӗҫлӗ» тесе каланине илтнӗ.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑй тӑванне нарастаран ҫилленекен кирек кам та сута тивӗҫлӗ; хӑй тӑванне «ӑнман» тесе калакан аслӑ сута тивӗҫлӗ; «ӑссӑр» тесе калакан тамӑк вутне тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑнпа ӗнтӗ парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен,</verse>
				<verse number="24">парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер, унтан каялла килсе парнӳне кӳр.</verse>
				<verse number="25">Хӑвпа тупӑшаканпа хӑвӑртрах, унпа пӗрле ҫул ҫинче пулнӑ чухнех килӗштер, унсӑрӑн вӑл сана тӳре аллине парӗ, тӳре сана тарҫи аллине парӗ, эсӗ вара тӗрмене лекӗн;</verse>
				<verse number="26">чӑн калатӑп сана: юлашки пусу таранччен памасӑр та унтан тухаймӑн.</verse>
				<verse number="27">Эсир авалхисене «ан аскӑнлан» тенине илтнӗ.</verse>
				<verse number="28">Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать.</verse>
				<verse number="29">Сана сылтӑм куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах куҫу пӗтни аванрах саншӑн.</verse>
				<verse number="30">Сана сылтӑм аллу илӗртет пулсан, ӑна касса ывӑт: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах аллу пӗтни аванрах саншӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Тата ҫапла каланӑ пулнӑ: «хӑй арӑмне уйӑрса яракан ӑна уйрӑлу хучӗ патӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярать, вӑл ӑна аскӑн ӗҫ тума май парать; кам уйӑрса янӑ арӑма качча илет, вӑл та аскӑн ӗҫ тӑвать.</verse>
				<verse number="33">Эсир тата авалхисене «тупа тунинчен ан ирт, Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тунине пурӑнӑҫла» тенине илтнӗ.</verse>
				<verse number="34">Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: пачах та тупа ан ту, тӳпе ячӗпе те ан ту: вӑл — Туррӑн аслӑ пуканӗ;</verse>
				<verse number="35">ҫӗр ячӗпе те ан ту: вӑл — Унӑн ури саккийӗ; Иерусалим ячӗпе те ан ту: вӑл — аслӑ Патша хули;</verse>
				<verse number="36">пуҫупа та тупа ан ту: эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчине те шурӑ та, хура та тӑваймастӑн.</verse>
				<verse number="37">Сирӗн сӑмахӑр «ҫапла, ҫапла» е «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр; унтан ытлашши усалтан вӑл.</verse>
				<verse number="38">Эсир «куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл» тенине илтнӗ.</verse>
				<verse number="39">Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар;</verse>
				<verse number="40">кам санпа сутлашса санӑн кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар;</verse>
				<verse number="41">кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм пыма хистет, унпа пӗрле иккӗ кай.</verse>
				<verse number="42">Хӑвӑнтан ыйтакана пар, кивҫен илес теекенрен ан пӑрӑн.</verse>
				<verse number="43">Эсир «хӑвна ҫывӑх ҫынна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр» тенине илтнӗ.</verse>
				<verse number="44">Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр;</verse>
				<verse number="45">эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр; Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать.</verse>
				<verse number="46">Эсир хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юрататӑр пулсан, сире мӗн сӑвап пулӗ? Хырҫӑ пуҫтаракансем те ҫавнах тумаҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="47">Эсир хӑвӑр тусӑрсене ҫеҫ хисеп тӑватӑр пулсан, ытлашши мӗнех тӑватӑр вара? Суя тӗнлӗ ҫынсем те ҫаплах тумаҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="48">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Аҫӑр епле пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ, эсир те ҫапла пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ пулӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Астӑвӑр, хӑвӑр ырӑлӑх тунине ҫын куртӑр тесе, ӑна ҫын умӗнче ан тӑвӑр: унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑнпа та ырӑлӑх тунӑ чухне ан шавла, хӑйсене ҫын мухтатӑр тесе, синагогӑсенче, урамсенче икӗ питлӗ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Ырӑлӑх тунӑ чухне хӑвӑн сылтӑм аллу мӗн тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр,</verse>
				<verse number="4">эсӗ ырӑлӑх туни вӑрттӑн пултӑр; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.</verse>
				<verse number="5">Кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул: вӗсем ҫынна кӑтартасшӑн синагогӑсенче, урам тӑваткӑлӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне хӑвӑн пӳлӗмне кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.</verse>
				<verse number="7">Кӗлтунӑ чухне суя тӗнлӗ ҫынсем пек ытлашши ан калӑр: вӗсем нумай каласа кӗлтусан — илтӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем пек ан пулӑр: сире мӗн кирлине Аҫӑр эсир Унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать.</verse>
				<verse number="9">Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр;</verse>
				<verse number="10">Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр;</verse>
				<verse number="11">паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире;</verse>
				<verse number="12">эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире;</verse>
				<verse number="13">ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь.</verse>
				<verse number="14">Эсир ҫын ҫылӑхне каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ;</verse>
				<verse number="15">эсир ҫын ҫылӑхне каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ.</verse>
				<verse number="16">Типӗ тытнӑ чухне икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр; вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн сӑнне салхулатаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне пуҫна ҫу сӗр, питне-куҫна ҫу;</verse>
				<verse number="18">ҫынсен куҫӗ умӗнче мар, курӑнми Аҫу умӗнче типӗ тыт; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="20">эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="21">ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ.</verse>
				<verse number="22">Куҫ — ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ;</verse>
				<verse number="23">куҫу сывӑ мар пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ. Эппин, санӑн ӑшӑнти ҫутту тӗттӗм пулсан, тӗттӗмӗ хӑй еплерех-ши?</verse>
				<verse number="24">Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр. Чун апатран, ӳт тумтиртен аслӑрах мар-и?</verse>
				<verse number="26">Вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ; вӗсене сирӗн Ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать. Эсир вӗсенчен пахарах мар-и?</verse>
				<verse number="27">Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑйӗн ӗмӗрне пӗр сехет те пулин тӑсма пултарайӗ-и?</verse>
				<verse number="28">Тумтиршӗн те мӗншӗн пӑшӑрханатӑр? Хирти чечексем мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха: вӗсем ӗҫлемеҫҫӗ те, арламаҫҫӗ те;</verse>
				<verse number="29">калатӑп сире: темӗн тӗрлӗ чаплӑ Соломон та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман.</verse>
				<verse number="30">Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана ҫеҫ пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫав тӗрлӗ тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?</verse>
				<verse number="31">Эппин, «пирӗн мӗн ӗҫес?» е «мӗн ҫиес?», е «мӗн тӑхӑнас?» тесе ан пӑшӑрханӑр —</verse>
				<verse number="32">ҫакна пурне те суя тӗнлӗ ҫынсем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать.</verse>
				<verse number="33">Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, Турӑ ирӗкне туса тӑрассишӗн тӑрӑшӑр, ытти вара пурте пулӗ сире.</verse>
				<verse number="34">Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан тӑрӑшӑр: ыранхи кун хӑйшӗн хӑй тӑрӑшӗ. Кашни кунӑн хӑйӗн йывӑрлӑхӗ те ҫителӗклех.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ;</verse>
				<verse number="2">мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ; мӗнле виҫепе виҫӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫӑнти пӗренене асӑрхамастӑн?</verse>
				<verse number="4">Хӑвӑн куҫӑнта пӗрене пур ҫӗртех епле-ха эсӗ тӑванна: «сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха» тесе калама пултаратӑн?</verse>
				<verse number="5">Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн.</verse>
				<verse number="6">Сӑваплӑ япалана йытта ан парӑр, хӑвӑрӑн ӗнчӗре сысна умне ан пӑрахӑр, вӗсем ӑна таптаса пӗтерӗҫ, каялла ҫавӑрӑнса, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире.</verse>
				<verse number="8">Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсассӑн, ӑна чул паракан ҫын пур-и?</verse>
				<verse number="10">Е пулӑ ыйтсассӑн, вӑл ӑна ҫӗлен парӗ-и?</verse>
				<verse number="11">Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑх паратех ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ӗнтӗ хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр: саккун та, пророксем те ҫапла вӗрентеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет;</verse>
				<verse number="14">тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал.</verse>
				<verse number="15">Суя пророксенчен сыхланӑр: вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем — тискер кашкӑр.</verse>
				<verse number="16">Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татаҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="17">Кирек хӑш лайӑх йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать, начар йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тӑвать;</verse>
				<verse number="18">лайӑх йывӑҫ ҫинче япӑх ҫимӗҫ пулмасть, начар йывӑҫ ҫинче те ырӑ ҫимӗҫ пулмасть.</verse>
				<verse number="19">Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа кирек хӑшне те касса вута пӑрахаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Эсир суя пророксене те ӗҫӗсенчен пӗлӗр.</verse>
				<verse number="21">Мана: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!» тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫав кун Мана нумайӑшӗ калӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир Санӑн ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? усалсене Санӑн ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и? Санӑн ятупа нумай хӑват кӑтартмарӑмӑр-и?» тейӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑн чухне Эпӗ вӗсене калӑп: «Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, кайӑр Ман патӑмран» тейӗп.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе вӗсене пурӑнӑҫлакан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫын евӗрлӗ;</verse>
				<verse number="25">ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; вӑл ӳкмен, мӗншӗн тесессӗн ӑна чул никӗс ҫине лартнӑ.</verse>
				<verse number="26">Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе те вӗсене пурӑнӑҫламан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ;</verse>
				<verse number="27">ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; ҫурт ишӗлсе аннӑ, вӑл ишӗлни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсессӗн, халӑх Вӑл вӗрентнинчен тӗлӗнсе тӑнӑ:</verse>
				<verse number="29">Вӑл вӗсене кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пек мар, Турӑ хӑвачӗпе вӗрентнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Вӑл ту ҫинчен ансассӑн, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ тилҫе ернӗ ҫын ҫывӑхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: тасатас тетӗп, тасал, тенӗ. Лешӗ вара ҫав самантрах тилҫерен тасалнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иисус ӑна каланӑ: асту, никама та ан кала; хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, парне кӳр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус Капернаума ҫитсен, Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пынӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ:</verse>
				<verse number="6">эй Ҫӳлхуҫа! ман килте шалкӑм ҫапнӑ тарҫӑм выртать, ытла та асапланать, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иисус ӑна: Эпӗ ӑна пырса сыватӑп, тет.</verse>
				<verse number="8">Ҫӗрпӳ Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана хамӑн килӗме чӗнме тивӗҫлӗ те мар; Эсӗ кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ те.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ хам та пӑхӑнса тӑракан ҫын пулин те, аллӑмри салтаксене пӗрне: «кай!» тесен — каять; тепӗрне: «кил!» тесен — килет; чурама та: «ҫавна ту!» тесен — тӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакна илтсен Иисус, тӗлӗнсе, Хӑй хыҫӗнчен пыракансене каланӑ: чӑн калатӑп сире: Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ.</verse>
				<verse number="11">Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ;</verse>
				<verse number="12">патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана, тенӗ. Унӑн тарҫи ӗнтӗ ҫав сехетрех сывалнӑ.</verse>
				<verse number="14">Петр килне пырсан, Иисус унӑн хунямӑшӗ тар чирӗпе выртнине курнӑ;</verse>
				<verse number="15">Вӑл унӑн аллине сӗртӗннӗ те, тар чирӗ иртсе те кайнӑ; лешӗ вара ура ҫине тӑнӑ та Ӑна пӑха пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="16">Каҫ пулсассӑн, Иисус патне усал ернӗ ҫынсене илсе пынӑ, вӗсем нумаййӑн пулнӑ; Вӑл усал сывлӑшсене Хӑй сӑмахӗпе хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха Хӑй ҫине илчӗ, пирӗн чир-чӗре илсе кайрӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӑй тавра темӗн чухлӗ халӑх пухӑннине курсан, Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене тинӗс леш енне каҫма хушнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑн чухне пӗр кӗнекеҫӗ Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Унтан вӗренекенӗсенчен пӗри каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр, малтан мана аттеме кайса пытарма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Иисус ӑна каланӑ: Ман хыҫӑмран пыр, вилнисене вилнисемех пытарччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус кимӗ ҫине ларнӑ, Ун хыҫҫӑн вӗренекенӗсем те кӗрсе ларнӑ.</verse>
				<verse number="24">Акӑ тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимме хум хупла-хупла илнӗ; Вӑл вара ҫывӑрнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вӗренекенӗсем Ун патне пырса Ӑна вӑратса каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! ҫӑлсам пире — пӗтетпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӑл вӗсене ҫапла калать: эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир ҫав тӗрлӗ хӑравҫӑ? тет. Унтан Вӑл тӑнӑ та ҫилпе тинӗсе чарӑнма хушнӑ, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫынсем тӗлӗнсе кайса: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать! тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Тепӗр ҫыран хӗррине, Гадара ҫӗрне каҫсассӑн Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ; вӗсем питӗ тискер пулнӑ, унти ҫулпа никам та иртсе ҫӳреймен.</verse>
				<verse number="29">Акӑ ҫавсем кӑшкӑрса янӑ: эй Турӑ Ывӑлӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ кунта пире вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вӗсенчен аякра пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="31">Усалсем Иисуса: Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗртсе яр, тесе йӑлӑннӑ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл вӗсене: кайӑр, тенӗ. Лешӗсем вара ҫынсем ӑшӗнчен тухнӑ та сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗнӗ. Акӑ пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртен тинӗсе сиксе шыва путса вилнӗ.</verse>
				<verse number="33">Кӗтӳҫисем чупса кайса хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртни ҫинчен, усал ернӗ ҫынсем ҫинчен пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="34">Акӑ пӗтӗм хула Иисуса хирӗҫ тухнӑ; Ӑна курсассӑн хӑйсен ҫӗрӗнчен кайма йӑлӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Вӑл вара кимӗ ҫине ларса каялла каҫнӑ та Хӑй хулине таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ Ун патне шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна выртан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус, вӗсем ҫапла ӗненнине курса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна каланӑ: хӑюллӑ пул, ачам! санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр кӗнекеҫӗ хӑй ӑшӗнче: «Вӑл Турра хурлать» тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, Иисус ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="5">мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта лайӑх мар шухӑшлатӑр? Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах калама: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е «тӑр та утса ҫӳре» теме-и?</verse>
				<verse number="6">Эсир пӗлӗр ҫакна: Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗкӗ пур, — вара шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тет.</verse>
				<verse number="7">Лешӗ тӑнӑ та, вырӑнне илсе, килне кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫакна курсассӑн тӗлӗнсе-хӑраса кайнӑ халӑх этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнтан иртсе пынӑ чухне Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ, ӑна ҫапла калать: Ман хыҫӑмран пыр, тет. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иисус пӳртре апатланнӑ чухне куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййӑнах пынӑ та Унпа тата Унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле апат ҫинӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавна курсассӑн фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн сирӗн Вӗрентекенӗр куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакна илтсессӗн Иисус вӗсене каланӑ: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ;</verse>
				<verse number="13">кайӑр та «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине ӑнланма тӑрӑшӑр; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн чухне Ун патне Иоанн вӗренекенӗсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: фарисейсем те, эпир те тӑтӑшах типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Иисус вӗсене каланӑ: туй ҫыннисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне хуйхӑраҫҫӗ-и? Анчах та вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне типӗ тытӗҫ вара.</verse>
				<verse number="16">Никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӗнӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ; апла хутаҫӗ ҫурӑлать те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлать, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл вӗсене ҫакна каланӑ чухне Ун патне пӗр пуҫлӑх пынӑ та Ӑна пуҫҫапса каланӑ: тин ҫеҫ ман хӗрӗм вилсе кайрӗ; Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ — вӑл чӗрӗлӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Иисус тӑнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ, вӗренекенӗсем те пынӑ.</verse>
				<verse number="20">Акӑ пӗр хӗрарӑм, юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, хыҫалтан пырса Унӑн тумтирӗ аркине сӗртӗннӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл хӑй ӑшӗнче: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен те сывалӑттӑм» тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="22">Иисус ҫаврӑнса пӑхнӑ та ӑна курса ҫапла каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ. Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫав самантрах сывалнӑ.</verse>
				<verse number="23">Пуҫлӑх килне ҫитсен, Иисус унта шӑхличӗ калакансене тата хӳхлекен ҫынсене курнӑ та</verse>
				<verse number="24">каланӑ вӗсене: тухӑр-ха кунтан; хӗр вилмен, ҫывӑрать, тенӗ. Унран тӑрӑхласа кулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Халӑха кӑларса ярсассӑн, Вӑл пӳлӗме кӗнӗ те хӗре аллинчен тытнӑ — хӗр ура ҫине тӑнӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫак ӗҫ ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗре те хыпар сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="27">Иисус унтан кайнӑ чухне Ун хыҫӗнчен икӗ суккӑр ҫын: эй Иисус, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑрса пынӑ.</verse>
				<verse number="28">Иисус пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. Иисус вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ҫакна тума пултарасса ӗненетӗр-и? тет. Вӗсем Ӑна: ӗненетпӗр, Ҫӳлхуҫамӑр! теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл вара вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те: хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр сире, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ӗнтӗ вӗсем куракан пулнӑ. Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: астӑвӑр, ҫакна никам та ан пӗлтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Вӗсем вара тухса кайнӑ та Ун ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗрте те калаҫса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӗсем тухса кайнӑ чухне Иисус патне усал ернӗ чӗлхесӗр пӗр ҫынна илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="33">Усала хӑваласа кӑларсанах чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. Халӑх тӗлӗнсе каланӑ: Израильре кунашкал хӑват нихӑҫан та пулманччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Фарисейсем вара ҫапла каланӑ: усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Иисус пӗтӗм хулапа ял тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫынсем хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="36">Халӑх ушкӑнӗсене курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="37">Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал;</verse>
				<verse number="38">ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Вӑл Хӑйӗн вырма ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Иисус, вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе, вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма, кирек мӗнле чир-чӗртен те сыватма хӑват панӑ.</verse>
				<verse number="2">Вуникӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пӗрремӗшӗ — Петр теекен Симон, унтан унӑн шӑллӗ Андрей; унтан Зеведей Иаковӗ, унӑн шӑллӗ Иоанн;</verse>
				<verse number="3">Филипп, Варфоломей, Фома, куланай пухакан Матфей, Алфей Иаковӗ, Фаддей теекен Леввей;</verse>
				<verse number="4">Симон Кананит тата Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот.</verse>
				<verse number="5">Ҫакӑ вуникӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: суя тӗнлӗ халӑхсем патне ан кайӑр, Самари хулине ан кӗрӗр;</verse>
				<verse number="6">чи малтан Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр;</verse>
				<verse number="7">ҫӳренӗ чухне: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тесе вӗрентӗр;</verse>
				<verse number="8">чирлисене сыватӑр, тилҫеллисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр; тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр.</verse>
				<verse number="9">Хӑвӑр валли пиҫиххийӗр ҫумне ылтӑн та, кӗмӗл те, пӑхӑр та ан чикӗр,</verse>
				<verse number="10">ҫул ҫине хутаҫ та, улӑштармалли тумтир те, ура сырри те, туя та ан илӗр: ӗҫлекене тӑрантарӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр;</verse>
				<verse number="12">пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр;</verse>
				<verse number="13">килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ.</verse>
				<verse number="14">Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, эсир ҫав ҫуртран е ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр.</verse>
				<verse number="15">Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.</verse>
				<verse number="16">Акӑ Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп: ӗнтӗ ҫӗлен пек чее пулӑр, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.</verse>
				<verse number="17">Ҫынсенчен сыхланӑр: вӗсем сире сутпа айӑплама тытса парӗҫ, синагогисенче хӗнӗҫ-ватӗҫ сире.</verse>
				<verse number="18">Сире Ман пирки аслӑ пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ, ҫавсем умӗнче тата суя тӗнлӗ ҫынсем умӗнче Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Хӑвӑра сута тытса парсан, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр — мӗн каламалли ҫав сехетре хӑех тупӑнӗ:</verse>
				<verse number="20">эсир хӑвӑр каламӑр, сирӗн ӑшӑрта Аҫӑр Сывлӑшӗ каласа тӑрӗ.</verse>
				<verse number="21">Тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ывӑлне вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерӗҫ;</verse>
				<verse number="22">Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитиччен тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ.</verse>
				<verse number="23">Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен, эсир тепӗр хулана кайӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израиль хулисем тавра ҫӳресе те тухаймӑр, Этем Ывӑлӗ килӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар:</verse>
				<verse number="25">вӗренекенӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулсан, тарҫӑ хӑйӗн хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ ҫинчен тата япӑхрах каламӗҫ-и?</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни йӑлтах ҫиеле тухать, вӑрттӑнни те курӑнать.</verse>
				<verse number="27">Эпӗ сире тӗттӗм ҫӗрте каланине эсир ҫутӑ ҫӗрте калӑр; хӑлхаран каланине ҫурт тӑрринчен пӗлтерӗр.</verse>
				<verse number="28">Ӳте вӗлерсен те, чуна вӗлерейменнисенчен ан хӑрӑр; пуринчен ытла чуна та, ӳте те тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр.</verse>
				<verse number="29">Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарипе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест;</verse>
				<verse number="30">сирӗн пуҫӑр ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулни те паллӑ;</verse>
				<verse number="31">ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑкран пахарах.</verse>
				<verse number="32">Кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсем умӗнче каласа пӗлтерет, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче ун ҫинчен каласа пӗлтерӗп.</verse>
				<verse number="33">Кам ҫынсем умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп.</verse>
				<verse number="34">Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр; Эпӗ канӑҫлӑх кӳме мар, хӗҫ кӳме килнӗ:</verse>
				<verse number="35">Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм.</verse>
				<verse number="36">Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышех тӑшман пулӗ.</verse>
				<verse number="37">Кам хӑй ашшӗне е амӑшне Манран ытларах юратать, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар; кам ывӑлне е хӗрне Манран ытларах юратать, ҫавӑ та Мана тивӗҫлӗ мар;</verse>
				<verse number="38">кам хӑй хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар.</verse>
				<verse number="39">Чунне сыхлакан ӑна ҫухатӗ, чунне Маншӑн ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="40">Сире хапӑл тӑвакан Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканӗ Мана Яракана хапӑл тӑвать;</verse>
				<verse number="41">пророка пророк ячӗшӗн хапӑл тӑвакан вара пророк сӑвапне илӗ; тӳрӗ ҫынна тӳрӗ ҫын ячӗшӗн хапӑл тӑвакан тӳрӗ ҫын сӑвапне илӗ.</verse>
				<verse number="42">Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне, вӗренекен тесе, пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, ҫавӑ хӑй сӑвапне ҫухатмӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Хӑйӗн вуникӗ вӗренекенне ҫапла ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн Иисус ҫавӑнтан вӗсенӗн хулисенче вӗрентсе ҫӳреме тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чухне Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне Унран:</verse>
				<verse number="3">«Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ.</verse>
				<verse number="4">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр:</verse>
				<verse number="5">суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр;</verse>
				<verse number="6">Ман тӗлӗшӗмрен улталанман ҫын телейлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем кайсассӑн Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑш курма-и?</verse>
				<verse number="8">Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Ҫемҫе тумтир тӑхӑнакансем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Апла мӗн курма кайрӑр-ха? пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ.</verse>
				<verse number="10">Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ.</verse>
				<verse number="11">Чӑн калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран асли пулман, анчах Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни те унран аслӑ.</verse>
				<verse number="12">Шыва кӗртекен Иоанн кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха вӑйпа илесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, питех те тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Пур пророк та, саккун та малашне мӗн пулассине Иоанн киличченех пӗлтерсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Пӗлес тетӗр пулсассӑн, вӑл — килес Илия.</verse>
				<verse number="15">Илтме хӑлха пурри — илттӗр.</verse>
				<verse number="16">Кампа танлаштарам ҫак ӑрӑва? Вӑл — урамра ларакан, хӑйсен юлташӗсене</verse>
				<verse number="17">«эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр; эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="18">Акӑ Иоанн килчӗ — ӗҫмест те, ҫимест те; «унӑн ӑшӗнче усал» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Этем Ывӑлӗ килчӗ — ӗҫет те, ҫиет те; «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» теҫҫӗ. Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="21">хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ;</verse>
				<verse number="22">калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.</verse>
				<verse number="23">Эсӗ те, Капернаум, хӑвна тӳпене ҫитиех ҫӗклӗҫ тетӗн-им? Ҫук, эсӗ тамӑка ҫитиех анса кайӑн. Сана кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ;</verse>
				<verse number="24">калатӑп сире: сут кунӗ Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: эй Аттем, тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи, Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн, ӑна пӗчӗк ачасене уҫса панӑшӑн Сана мухтатӑп!</verse>
				<verse number="26">Эй Аттем! Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Аттем пурне те Мана панӑ, Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест; Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет.</verse>
				<verse number="28">Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп;</verse>
				<verse number="29">Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр;</verse>
				<verse number="30">Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр шӑматкун Иисус тырӑ пуссипе иртсе пынӑ; Унӑн вӗренекенӗсенӗн ҫиесси килнӗ те вӗсем пучах тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫие пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="2">Фарисейсем ҫакна курнӑ та каланӑ Ӑна: акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вара вӗсене ҫапла каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те выҫӑпа аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир?</verse>
				<verse number="4">Епле вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе парне ҫӑкӑрӗсене ҫинӗ: ҫав ҫӑкӑрсене унӑн та, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсен те ҫиме юраман-ҫке, вӗсене священниксем ҫеҫ ҫиме пултарнӑ.</verse>
				<verse number="5">Тата эсир саккунра: шӑматкунсенче священниксем Турӑ Ҫуртӗнче шӑматкун тума хушманнине тӑваҫҫӗ, ҫапах та вӗсем айӑплӑ мар тенине вуламан-им?</verse>
				<verse number="6">Анчах сире ҫакна калатӑп: кунта Турӑ Ҫуртӗнчен те Асли пур.</verse>
				<verse number="7">Эхер те эсир: «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине пӗлнӗ пулсассӑн, айӑпсӑррисене айӑпламӑттӑр:</verse>
				<verse number="8">Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи те, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Унтан кайсассӑн Вӑл вӗсенӗн синагогине пынӑ.</verse>
				<verse number="10">Унта хӑрнӑ алӑллӑ пӗр ҫын пулнӑ. Иисуса айӑпласшӑн Унран ҫапла ыйтнӑ: шӑматкун чиртен сыватма юрать-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл каланӑ вӗсене: хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑматкун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ?</verse>
				<verse number="12">Этем сурӑхран хаклӑрах мар-и? Эппин, шӑматкун ырӑ ӗҫ тума юрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Унтан ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тет; лешӗ тӑснӑ та — алли вара тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Фарисейсем ӗнтӗ синагогӑран тухсанах Ӑна епле пӗтерес пирки канаш тунӑ; ҫакна пӗлсессӗн Иисус унтан кайнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Вӑл вӗсене пурне те сыватнӑ,</verse>
				<verse number="16">анчах вӗсене Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ:</verse>
				<verse number="18">«Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ;</verse>
				<verse number="19">Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ;</verse>
				<verse number="20">тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ;</verse>
				<verse number="21">халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн чухне Ун патне усал ернӗ суккӑр, чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ; Вӑл ӑна сыватнӑ: суккӑр, чӗлхесӗр ҫын калаҫакан та, куракан та пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе тӑнӑ: Давид Ывӑлӗ Христос мар-ши Вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫакна илтсен фарисейсем каланӑ: усалсене Вӑл урӑх нимӗнле те мар, усалсен пуҫлӑхӗн веельзевулӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус каланӑ вӗсене: кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, пушхир пулса тӑрать; кирек мӗнле хула та е кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть.</verse>
				<verse number="26">Эхер те шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, апла вӑл хӑйӗнчен хӑй уйӑрӑлни пулать: ӗнтӗ унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр?</verse>
				<verse number="27">Эпӗ усалсене веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, сирӗн ывӑлӑрсем, эппин, кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ вӗсене? Ҫавӑнпа вӗсемех сире айӑплакансем пулӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="29">Е тата вӑйламас ҫынна малтан хӑйне ҫыхса пӑрахмасӑр кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ? ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратса тухӗ.</verse>
				<verse number="30">Кам Манпа пӗрле мар, ҫавӑ Мана хирӗҫ; кам Манпа пӗрле пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, вӗсем кирек мӗнле хурлани те каҫарӑнӗ; Таса Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ;</verse>
				<verse number="32">Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хирӗҫ калакана ку тӗнчере те, леш тӗнчере те каҫармӗҫ.</verse>
				<verse number="33">Йывӑҫне аван тесен, унӑн ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тесен, унӑн ҫимӗҫне те начар тейӗр: йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="34">Эй ҫӗлен ҫурисем! эсир, усалскерсем, мӗнле ырри калама пултарӑр? Чӗлхе-ҫӑвар вӑл кӑмӑл тулли пулнӑран калаҫать.</verse>
				<verse number="35">Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ырри нумайран ыррине кӑларать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усалли нумайран усаллине кӑларать.</verse>
				<verse number="36">Ҫавӑнпа калатӑп та сире: ҫынсен вырӑнсӑр каланӑ кашни сӑмахӗшӗн сут кунӗнче явап тытмалла пулӗ:</verse>
				<verse number="37">сӑмахна пула тӳрре тухӑн, сӑмахна пула айӑпа юлӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем каланӑ: Вӗрентекен! эпир Санран хӑват курасшӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: усал та аскӑн ӑру хӑват шырать; Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑх хӑват пулмӗ;</verse>
				<verse number="40">Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ.</verse>
				<verse number="41">Сут Кунӗнче Ниневи ҫыннисем тӑрӗҫ те ҫак ӑрӑва айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ; кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.</verse>
				<verse number="42">Сут Кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑрӑва айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур.</verse>
				<verse number="43">Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет те — тупаймасть;</verse>
				<verse number="44">вара вӑл: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет. Таврӑнсассӑн ҫурчӗ пушӑ, таса, тирпейлӗ тӑнине курать.</verse>
				<verse number="45">Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Вӑл халӑха ҫапла каланӑ хушӑра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем тулта Унпа калаҫасшӑн кӗтсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="47">Пӗр ҫын каланӑ Ӑна: акӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫапла калакана хуравласа Вӑл: кам Манӑн аннем? камсем Манӑн тӑванӑмсем? тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе кӑтартса каланӑ: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем:</verse>
				<verse number="50">кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫав кунхинех Иисус, килтен тухса, тинӗс хӗррине пырса ларнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа Вӑл кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ; халӑх вара тинӗс хӗрринче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл каланӑ: || акӑ акаҫӑ акма тухнӑ;</verse>
				<verse number="4">акнӑ чухне хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ; вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна ҫисе янӑ;</verse>
				<verse number="5">хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпра ӑшӑх пулнӑран пӗрчӗ часах шӑтса тухнӑ.</verse>
				<verse number="6">Анчах хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.</verse>
				<verse number="7">Хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ, ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ.</verse>
				<verse number="8">Хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те ҫимӗҫ тунӑ: пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепӗринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗренекенӗсем пынӑ та каланӑ Ӑна: мӗншӗн Эсӗ вӗсене ытарлӑн калатӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман:</verse>
				<verse number="12">камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ;</verse>
				<verse number="13">вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп;</verse>
				<verse number="14">Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет. Вӑл каланӑ: «хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр; куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр:</verse>
				<verse number="15">ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ, хӑлхипе те аран илтеҫҫӗ, куҫне те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Сирӗн куҫӑрсем телейлӗ — вӗсем кураҫҫӗ; хӑлхӑрсем те телейлӗ — вӗсем илтеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Чӑн калатӑп сире: пророксемпе сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ; эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Эппин, акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑш мӗне пӗлтернине итлӗр:</verse>
				<verse number="19">Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе, ӑна ӑнланман кирек хӑш ҫын патне те усал пырать те ун чӗрине акнине вӑрласа илсе каять: ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет.</verse>
				<verse number="20">Чуллӑ ҫӗре ӳкни сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакан ҫынна пӗлтерет;</verse>
				<verse number="21">анчах та тымарӗ ҫуккипе вӑхӑтлӑха ҫеҫ тытӑнса тӑраять: ҫав сӑмахшӑн асап е хӗсӗрлесси ҫитсессӗн, вӑл часах пӑрӑнать.</verse>
				<verse number="22">Ҫумлӑ ҫӗре ӳкни сӑмаха илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни сӑмаха хупласа илет те, сӑмах вара ҫимӗҫ кӳмест.</verse>
				<verse number="23">Лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара сӑмаха илтсе ӑнланса илекене пӗлтерет; вӑл ҫимӗҫлӗ пулать: пӗри ҫӗр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри вӑтӑр хут ытла ҫимӗҫ кӳрет, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӑл вӗсене тепӗр ытарӑш каласа кӑтартнӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ;</verse>
				<verse number="25">ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине пукра акса хӑварнӑ;</verse>
				<verse number="26">калчи ӳссе пуҫ кӑларсассӑн, пукри те палӑрнӑ.</verse>
				<verse number="27">Чурисем хуҫине пырса каланӑ: «хуҫа! эсӗ хӑвӑн хирне ырӑ вӑрлӑх акманччӗ-и? унта пукра ӑҫтан тухнӑ вара?» тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӑл вӗсене каланӑ: «ӑна тӑшман ҫын тунӑ» тенӗ. Чурисем каланӑ: «ҫумлаттарас теместӗн-и? эпир кайса ҫумлӑпӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл каланӑ: «ҫук, пукрине суйланӑ чухне эсир унпа пӗрле туллине те тӑпӑлтарса кӑларатӑр.</verse>
				<verse number="30">Ан тивӗр, выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр; вырнӑ чухне выракансене калӑп эпӗ: малтан пукрине пухӑр, ҫунтарса ямашкӑн ӑна кӗлтенӗн-кӗлтенӗн ҫыхӑр; туллине вара ман кӗлете пухса хурӑр, тейӗп» тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иисус вӗсене тата тепӗр ытарӑш каласа кӑтартнӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи илнӗ те ӑна хӑйӗн хирне акнӑ:</verse>
				<verse number="32">ҫав пӗрчӗ, ытти вӑрӑсенчен пуринчен те чи пӗчӗкки пулин те, шӑтса ӳссессӗн пахчари пур ӳсентӑранран та пысӑкрах, йывӑҫ пекех пулса каять, ӗнтӗ вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшине йӑва ҫавӑраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вӑл вӗсене тата тепӗр ытарӑш каласа панӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр хӗрарӑм кӑвас чусти илнӗ те ҫавна виҫӗ виҫе ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Ҫакна пурне те Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарӑшсӑр каламан вӗсене:</verse>
				<verse number="35">ҫапла пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «ҫӑварӑма ытарӑш калама уҫӑп, тӗнче пулнӑранпа пытарӑнса тӑнине ытарлӑн каласа пӗлтерӗп» тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Унтан Иисус халӑхран уйрӑлнӑ та пӳрте кӗнӗ. || Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та каланӑ: хирти пукра ҫинчен каланӑ ытарӑша ӑнлантарса пар-ха пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ырӑ вӑрлӑх акакан — Этем Ывӑлӗ вӑл;</verse>
				<verse number="38">хир — тӗнче; ырӑ вӑрлӑх — Патшалӑх ачисем, пукра — усал ачисем;</verse>
				<verse number="39">пукра акнӑ тӑшман — шуйттан вӑл; вырма вӑхӑчӗ — тӗнче вӗҫӗ, выраканӗсем вара — ангелсем.</verse>
				<verse number="40">Ҫак тӗнче пӗтнӗ чухне те пукрана пуҫтарса вутпа ҫунтарнӑ пекех пулӗ:</verse>
				<verse number="41">Этем Ывӑлӗ Хӑй ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи пӗтӗм ултава тата йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пуҫтарӗҫ те</verse>
				<verse number="42">вӗсене вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ;</verse>
				<verse number="43">ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ. Илтме хӑлха пурри — илттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хире пытарнӑ мул тупнӑ, вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та систермен; савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать.</verse>
				<verse number="45">Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр купса паха ӗнчӗ шырать:</verse>
				<verse number="46">вӑл пӗр хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та, вара хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне кайса сутса, ҫав ӗнчӗне туяннӑ.</verse>
				<verse number="47">Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Тинӗсе сӗреке ывӑтнӑ, ҫав сӗрекене тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ;</verse>
				<verse number="48">сӗреки тулсан, ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ, унтан ларса, лайӑх пуллине суйласа илсе савӑта янӑ, начаррине кӑларса ывӑтнӑ.</verse>
				<verse number="49">Тӗнче пӗтнӗ чухне те ҫапла пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисен хушшинчен уйӑрса илӗҫ;</verse>
				<verse number="50">вара вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="51">Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: эсир ҫакна пурне те ӑнлантӑр-и? тенӗ; вӗсем Ӑна: ӑнлантӑмӑр, Вӗрентекен! теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="52">Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗреннӗ кирек хӑш кӗнекеҫӗ те кил хуҫи евӗрлӗ — ҫав хуҫа хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе тухать, тенӗ.</verse>
				<verse number="53">Ҫак ытарӑшсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ.</verse>
				<verse number="54">Вӑл Хӑйӗн тӑван хулине пынӑ та унти ҫынсене вӗсен синагогинче вӗрентнӗ; ҫынсем питех те тӗлӗнсе каланӑ: ҫакнашкал ӑслӑлӑхпа вӑй-хӑват ӑҫтан тухать-ши Унӑн?</verse>
				<verse number="55">Каскалаканӑн ывӑлӗ мар-и вара Вӑл? Унӑн амӑшӗ Мария ятлӑ мар-и? Иаков, Иосиф, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара?</verse>
				<verse number="56">Унӑн аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те пурте пирӗн хушшӑмӑртах мар-и вара? апла ҫакӑ ӑҫтан тухать-ши Унӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="57">Ҫапла вӗсем Ун ҫинчен иккӗленсе шухӑшланӑ. Иисус вӗсене каланӑ: пророка хисеплеҫҫӗ, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗршывӗнче, тӑван килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="58">Вӗсем ӗненменрен Вӑл унта хӑват нумаях туман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус ҫинчен сарӑлнӑ сӑмаха илтнӗ те</verse>
				<verse number="2">хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн ку; вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑватсем тӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ирод хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмне Иродиадӑна пула Иоана тӗрмене тытса хуптарнӑ пулнӑ,</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн тесессӗн Иоанн ӑна: «сана унпа пурӑнма юрамасть» тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ирод ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ: халӑх Иоана пророк тесе хисепленӗ.</verse>
				<verse number="6">Акӑ Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиада хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа унӑн кӑмӑлне ҫавӑрнӑ;</verse>
				<verse number="7">ҫавӑнпа вӑл ӑна, лешӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та, ҫавна тупа тусах пама пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Хӗрӗ вара амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: мана Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне халех тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Патша салхуланнӑ; анчах тупа тунӑран тата хӑнисене те пула ӑна мӗн ыйтнине пама хушнӑ,</verse>
				<verse number="10">вара Иоанн пуҫне кастарма тӗрмене ҫын янӑ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе илсе пырса хӗре панӑ; лешӗ ӑна амӑшне леҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="12">Иоанн вӗренекенӗсем ҫитнӗ те унӑн ӳтне илсе кайса пытарнӑ; кайран вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫакна илтсессӗн Иисус кимӗ ҫине ларнӑ та ҫав вырӑнтан пӗчченех ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ; ҫакӑн ҫинчен илтнӗ халӑх вара, хулисенчен тухса, Ун хыҫҫӑн ҫуран утнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫитсессӗн, Иисус темӗн чухлӗ халӑх тӑнине курнӑ; Вӑл, вӗсене хӗрхенсе, чирлӗ ҫыннисене сыватнӑ.</verse>
				<verse number="15">Каҫ пулсассӑн вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ, халӑха яр — вӗсем, ялсене кайса, хӑйсем валли ҫимелли туянччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иисус вӗсене каланӑ: вӗсен кайма кирлӗ мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Лешӗсем Ӑна калаҫҫӗ: пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ ҫеҫ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл: ҫавна кунта Ман патӑма илсе килӗр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ: вара пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса тав тунӑ та, пиллесе, ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="20">Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ туллиех пухнӑ;</verse>
				<verse number="21">ҫиекенӗсем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Иисус ҫакӑн хыҫҫӑнах вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑй халӑха киле янӑ хушӑра Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ.</verse>
				<verse number="23">Халӑха киле ярсассӑн, Вӑл пӗччен кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ; ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Кимӗ ӗнтӗ тинӗс варрине ҫитнӗ пулнӑ, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен ӑна хумсем силленӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал вӑхӑтӗнче вара Иисус тинӗс ҫийӗн вӗренекенӗсем патне утса пынӑ.</verse>
				<verse number="26">Вӗренекенӗсем Вӑл шыв ҫийӗн утса пынине курсассӑн шикленсе ӳкнӗ: мӗлке ку, тенӗ; хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ.</verse>
				<verse number="27">Иисус вӗсене ҫавӑнтах сасӑ парса каланӑ: лӑпланӑр, ку — Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! ку Эсех пулсассӑн, мана Хӑвӑн патна шыв ҫийӗн пыма хуш, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Иисус ӑна: кил, тенӗ. Петр вара, кимӗ ҫинчен анса, шыв ҫийӗн Иисус патнелле утнӑ;</verse>
				<verse number="30">анчах та ҫил вӑйлине курса хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ, вара: Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӑлсам мана! тесе кӑшкӑрса янӑ.</verse>
				<verse number="31">Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ та: эй сахал ӗненекен! мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ.</verse>
				<verse number="33">Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса пуҫҫапса каланӑ: Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Тепӗр енне каҫсассӑн, вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="35">Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана пур ҫӗре те хыпар янӑ, ӗнтӗ Ун патне пӗтӗм чирлӗ ҫынна илсе пынӑ,</verse>
				<verse number="36">вӗсем Ӑна: тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем, тесе йӑлӑннӑ; сӗртӗнекеннисем сывалнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне Иисус патне Иерусалимран кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="2">Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ? вӗсем апат ҫиес умӗн аллине ҫумаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: мӗншӗн эсир те хӑвӑр йӑлӑрсене тытса пырассишӗн Турӑ ӳкӗтне пӑхӑнмастӑр?</verse>
				<verse number="4">Турӑ: «аҫу-аннӳне хисепле» тата «ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсир вара ҫапла калатӑр: «кам хӑй ашшӗне е амӑшне: «эсӗ манран илессине эпӗ Турра парне кӳтӗм» тесессӗн,</verse>
				<verse number="6">ҫавӑ ашшӗ е амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар» тетӗр; эсир ҫапла хӑвӑр йӑлӑршӑн Турӑ хушнине пӑрахӑҫлатӑр.</verse>
				<verse number="7">Эй икӗ питлӗскерсем! сирӗн ҫинчен Исаия пророк аван каланӑ:</verse>
				<verse number="8">«ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать;</verse>
				<verse number="9">вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа Мана хисеплени усӑсӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Унтан Иисус халӑха чӗнсе илсе каланӑ: итлӗр те ӑнланса илӗр:</verse>
				<verse number="11">ҫынна ҫӑвара кӗрекенни ирсӗрлентермест, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлентерет, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсессӗн фарисейсем тарӑхрӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн Ҫӳлти Аттем лартман кирек епле ӳсентӑран та тымарӗпех кӑкланӗ;</verse>
				<verse number="14">вӗсем пирки ан шухӑшлӑр: вӗсем — суккӑрсене ҫавӑтса ҫӳрекен суккӑрсем; суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳресен, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Петр каланӑ Ӑна: ҫак ытарӑша ӑнлантарса парсам пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иисус вара ҫапла каланӑ: эсир те халиччен пӗлейместӗр-и?</verse>
				<verse number="17">халиччен ӑнланаймастӑр-и? ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрет те каялла тухать;</verse>
				<verse number="18">ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет,</verse>
				<verse number="19">мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать.</verse>
				<verse number="20">Ҫынна ҫакӑ ирсӗрлетет. Алӑ ҫумасӑр апат ҫини ҫынна ирсӗрлетмест, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="22">Акӑ пӗр ханаан хӗрарӑмӗ, ҫав таврара пурӑнаканскер, тухнӑ та кӑшкӑрсах каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ мана! хӗрӗм ытла та асапланать: ӑна усал ернӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пырса каланӑ Ӑна: кунтан яр ӑна — вӑл пирӗн хыҫран кӑшкӑрса пырать, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: Мана Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫывӑхарах пынӑ та Ӑна пуҫҫапса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! пулӑшсамччӗ мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе йытӑсене пӑрахса пани аван мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Хӗрарӑм каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, ҫаплине ҫапла та, анчах йытӑсем те хуҫи сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вара Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй хӗрарӑм, эсӗ хытӑ ӗненетӗн; ху ӗмӗтленнӗ пек пултӑр сана, тенӗ. Унӑн хӗрӗ вара ҫав сехетрех сывалнӑ.</verse>
				<verse number="29">Унтан кайсассӑн Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, унта пӗр ту ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ; вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑррисене тата урӑх тӗрлӗ чирлисене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ;</verse>
				<verse number="31">халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ; пурте Израиль Туррине мухтанӑ.</verse>
				<verse number="32">Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли вӗсен нимӗн те ҫук; ҫул ҫинче халтан каясран Манӑн вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вӗренекенӗсем Ӑна калаҫҫӗ: пушхирте ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан илес пирӗн? теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="34">Иисус вӗсене: сирӗн миҫе ҫӑкӑр? тет. Вӗсем: ҫиччӗ, тата темиҫе пулӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Иисус халӑха ҫӗре ларма хушнӑ.</verse>
				<verse number="36">Вара ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, вӗренекенӗсем ӗнтӗ халӑха валеҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="37">Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ;</verse>
				<verse number="38">ҫиекеннисем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="39">Халӑха киле ярсан, Иисус кимӗ ҫине ларса Магдала ҫӗрне ҫитнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе, хӑйсене тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: каҫхине эсир: «пӗлӗт хӗрелет — уяр пулать» тетӗр;</verse>
				<verse number="3">ирхине: «пӗлӗт кӑвакарчӗ — паян ҫумӑр ҫӑвать» тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! эсир пӗлӗт тӗсне уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллине уйӑрма пӗлместӗр.</verse>
				<verse number="4">Усал та аскӑн ӑру хӑват шырать, Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑх хӑват пулмӗ, тенӗ. Вара Вӑл вӗсене пӑрахса кайнӑ.</verse>
				<verse number="5">Тинӗс тепӗр енне каҫнӑ чухне Унӑн вӗренекенӗсем ҫӑкӑр илме маннӑ.</verse>
				<verse number="6">Иисус вӗсене каланӑ: асӑрханӑр, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем хӑйсен ӑшӗнче: ку ӗнтӗ эпир ҫӑкӑр илменнине пӗлтерет, тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавна пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?</verse>
				<verse number="9">Халӗ те ӑнланаймастӑр-и? пилӗк ҫӑкӑрпа пилӗк пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине хӑвӑр миҫе кунтӑ пухнине те астумастӑр-и?</verse>
				<verse number="10">Тата ҫичӗ ҫӑкӑрпа тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине миҫе пӗрне пухса илнине астумастӑр-и?</verse>
				<verse number="11">Мӗнле-ха ӑнланаймастӑр? Эпӗ сире ҫӑкӑр ҫинчен каламарӑм, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, терӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗренекенӗсем тинех ӑнланса илнӗ: Вӑл вӗсене кӑвас чустинчен мар, фарисейсемпе саддукейсем вӗрентнинчен сыхланма хушнӑ.</verse>
				<verse number="13">Филипп Кесарийӗ теекен хула таврашне пырсан, Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем каланӑ: пӗрисем Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл вӗсене: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тет.</verse>
				<verse number="16">Петр теекен Симон хуравласа каланӑ: Эсӗ — Христос, Чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон: ҫакна сана ӳтпе юн мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ;</verse>
				<verse number="18">Эпӗ те сана калатӑп: эсӗ — Петр, ҫак чул ҫине Эпӗ Хамӑн Чиркӗвӗме лартӑп, ӑна тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ;</verse>
				<verse number="19">сана Ҫӳлти Патшалӑх уҫҫине парӑп: эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн ҫыхни тӳпере те ҫыхӑнӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн салтни тӳпере те салтӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй Иисус Христос иккенне никама та калама хушман.</verse>
				<verse number="21">Иисус вара ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗренекенӗсене Хӑй Иерусалима каясси ҫинчен, унта пуҫлӑхсенчен, аслӑ священниксенчен, кӗнекеҫӗсенчен нумай асап курасси ҫинчен, Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен кала пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="22">Петр Иисуса аяккалла чӗнсе илнӗ те Ӑна хирӗҫлесе каланӑ: Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр! Санпала унашкалли ан пултӑрччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл вара Петр енне ҫаврӑнса каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Мана чӑрмантаратӑн! эсӗ Турра кирли ҫинчен мар, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пытӑр;</verse>
				<verse number="25">кам хӑй чунне упраса хӑварас тет, вӑл ӑна ҫухатӗ; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл ӑна упраса хӑварӗ;</verse>
				<verse number="26">пӗтӗм тӗнчене алла илсе хӑй чунне сиен тӑвакан ҫынна мӗн усси пулӗ? ҫын хӑй чунне мӗн тӳлесе илейӗ?</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, Хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.</verse>
				<verse number="28">Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри Этем Ывӑлӗ Патша пек килнине курмасӑр вилмӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Тепӗр ултӑ кунран Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана ҫеҫ Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ;</verse>
				<verse number="2">унта Вӑл вӗсен умӗнче урӑхла курӑннӑ: Унӑн сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Акӑ вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпе Илия курӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кунта лайӑх пире; кӑмӑлу пулсан, эпир ҫакӑнта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне — Сан валли, теприне — Моисей валли тата теприне — Илия валли, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупӑрласа илнӗ; акӑ пӗлӗт варринчен сасӑ илтӗнет: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем ӳпне ӳкнӗ, вӗсем питӗ хӑранӑ.</verse>
				<verse number="7">Иисус вара вӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: тӑрӑр, ан хӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Пуҫне ҫӗклесе пӑхсан, вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.</verse>
				<verse number="9">Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: халӗ мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччин никама та ан калӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: мӗншӗн-ха кӗнекеҫӗсем малтан Илия килмелле теҫҫӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: тӗрӗс, малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла;</verse>
				<verse number="12">анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна паллаймарӗҫ, ӑна вӗсем хӑйсем мӗн тӑвас тенӗ пек турӗҫ; Этем Ывӑлӗ те вӗсенчен ҫапла асап курӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Вӑл Шыва кӗртекен Иоанн ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем халӑх патне ҫитсессӗн, Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ:</verse>
				<verse number="15">эй Ҫӳлхуҫа! манӑн ывӑлӑма хӗрхенсем; тулли уйӑх вӑхӑтӗнче вӑл ытла та хытӑ асапланать: тӑтӑшах е вута, е шыва сикет;</verse>
				<verse number="16">эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килтӗм те, вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: эх, ӗненмен, пӑсӑлнӑ ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ӑна кунта Ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Иисус ача ӑшӗнчи усала тухма хушнӑ та — лешӗ тухнӑ; ача вара ҫав самантрах сывалнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑн чухне, хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан, вӗренекенӗсем Иисус патне пырса каланӑ: эпир мӗншӗн хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Иисус вӗсене каланӑ: хӑвӑр сахал ӗненнӗ пирки; чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: «кунтан ҫавӑнта куҫса лар» тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ; эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ;</verse>
				<verse number="21">ку ӑрӑва кӗлтунипе тата типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Галилейӑра вӗрекенӗсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ,</verse>
				<verse number="23">Ӑна вӗлерӗҫ, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ. Вӗренекенсем вара хуйха ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="24">Вӗсем Капернаума ҫитсен, Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли хырҫӑ пухакансем пырса каланӑ: сирӗн Вӗрентекенӗр хырҫӑ памӗ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл: парӗ, тенӗ. Петр пӳрте кӗрсен, вӑл сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус каланӑ ӑна: Симон, сана епле пек туйӑнать? ҫӗр ҫинчи патшасем хырҫӑ е куланай камран илеҫҫӗ? хӑйсен ывӑлӗсенчен-и е ют ҫынсенчен-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Петр Ӑна калать: ют ҫынсенчен, тет. Иисус ӑна каланӑ: эппин, ывӑлӗсен памалла мар;</verse>
				<verse number="27">анчах пирӗн вӗсене тарӑхтарас мар; тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла ил; ун ҫӑварне уҫса пӑхсан, унта статир тупӑн; ҫавна ил те Маншӑн та, хӑвӑншӑн та пар вӗсене, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам? тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Иисус пӗр ачана чӗнсе илнӗ те ӑна вӗсен варрине тӑратса каланӑ:</verse>
				<verse number="3">чӑн калатӑп сире: улшӑнмасан, ача пек пулмасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр;</verse>
				<verse number="4">ҫавӑнпа та кам хӑйне хӑй ҫак ача пек кӗҫӗне хурать, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ.</verse>
				<verse number="5">Кам ҫакӑн пек пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫавӑ Мана хапӑл тӑвать,</verse>
				<verse number="6">кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗс авӑрне путарсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="7">Тӗнче ҫылӑхсене пула хур курать: вӗсем пулаҫҫех; анчах кам илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫав ҫынна хуйхӑ ҫитӗ.</verse>
				<verse number="8">Сана аллу е уру илӗртет пулсан, касса ывӑтса яр ӑна: чӑлаххӑн е уксаххӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни хӑвна икӗ аллӑн, икӗ ураллӑн ӗмӗрхи вута пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн;</verse>
				<verse number="9">эхер те сана куҫу илӗртет пулсан, кӑларса ывӑтса яр ӑна: чӗрӗлӗхе хӑрах куҫпа кӗни хӑвна икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн.</verse>
				<verse number="10">Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ан хурлӑр; калатӑп сире: вӗсен ангелӗсем тӳпере яланах Ҫӳлти Аттем сӑнне курса тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ.</verse>
				<verse number="12">Мӗнле шутлатӑр эсир? Пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӗсенчен пӗри ҫухалсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӑшне тусем хушшине хӑварса ҫухалнине шырама каймӗ-и вӑл?</verse>
				<verse number="13">Чӑн калатӑп сире: ӑна тупсассӑн, уншӑн ҫав ҫын ҫухалман тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сурӑхӗшӗн савӑннинчен ытларах савӑнӗ.</verse>
				<verse number="14">Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар.</verse>
				<verse number="15">Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳкӗтле ӑна; вӑл сана итлесессӗн, ку вара саншӑн тӑванна тупниех пулать;</verse>
				<verse number="16">итлемесессӗн, хӑвпа пӗрле тата тепӗр ҫын е икӗ ҫын илсе кай — икӗ е виҫӗ кӳнтелен каланипе пур сӑмах та ҫирӗплентӗр;</verse>
				<verse number="17">вӗсене те итлемесессӗн, ӗненекенсен ушкӑнне каласа кӑтарт; ӗненекенсен ушкӑнне те итлемесессӗн, вӑл вара саншӑн суя тӗнлӗ ҫын пекех, куланай пухакан пекех пултӑр.</verse>
				<verse number="18">Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗн ҫыхни тӳпере те ҫыхӑнӗ; эсир ҫӗр ҫинче мӗн салтни тӳпере те салтӑнӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫаплах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса кирек мӗн ыйтсассӑн та, Ҫӳлти Аттем мӗн ыйтнине парӗ вӗсене,</verse>
				<verse number="20">мӗншӗн тесессӗн Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пӗр ҫӗре пухӑнсассӑн, Эпӗ унта вӗсем хушшинче пулатӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн чухне Петр Иисус патне пырса каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! хама хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрекен тӑвана манӑн миҫе хутчен каҫармалла? ҫичӗ хутчен-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Иисус ӑна ҫапла калать: ҫичӗ хутчен теместӗп сана, ҫичӗ хут ҫитмӗл таран, тетӗп.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ;</verse>
				<verse number="24">ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ;</verse>
				<verse number="25">унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ;</verse>
				<verse number="26">ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Патша вара ҫав чурине хӗрхенсе унӑн парӑмне каҫарнӑ та ӑна килне кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="28">Ҫав чура тухнӑ-тухманах хӑйӗн пӗр юлташне тӗл пулнӑ, лешӗн ӑна ҫӗр динари памалла пулнӑ; вӑл ӑна ярса тытнӑ та: «парӑмна тӳле мана» тесе пӑва пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="29">Юлташӗ унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапса йӑлӑннӑ: кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Анчах лешӗ итлесшӗн пулман, кайнӑ та ӑна парӑмне тӳлесе татиччен тӗрмене хуптарнӑ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл ҫапла тунине курнӑ юлташӗсем, питех те пӑшӑрханса, мӗн пулса иртни ҫинчен хӑйсен патши патне кайса каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="32">Патша вара ӑна чӗнтерсе илет те ҫапла калать: эй усал чура! эсӗ мана йӑлӑнтӑн та, эпӗ санӑн парӑмна пӗтӗмпех каҫартӑм;</verse>
				<verse number="33">эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и? тет.</verse>
				<verse number="34">Ҫилленсе ҫитнӗ патша вара ӑна пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех асаплантармашкӑн асаплантаракансен аллине панӑ.</verse>
				<verse number="35">Эсир хӑвӑр тӑванӑр айӑпӗсене чӗререн каҫармасассӑн, Ҫӳлти Аттем те сире ҫапла тӑвӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫак сӑмахсене вӗҫлесессӗн Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иордан тепӗр енне, Иудея ҫӗрне, ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="2">Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, унта Вӑл вӗсене сыватнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ун патне фарисейсем пынӑ та Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе каланӑ: ҫыннӑн кирек мӗнле сӑлтавпа та арӑмне уйӑрса яма юрать-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарни ҫинчен,</verse>
				<verse number="5">Вӑл: «ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» тенине вуламан-им эсир?</verse>
				<verse number="6">Ҫапла ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт. Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Лешӗсем Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Моисей мӗнле-ха апла уйрӑлу хутне парсан арӑмпа уйӑрӑлма ирӗк панӑ? теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл вӗсене ҫапла калать: эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран Моисей сире арӑмӑрсене уйӑрса яма ирӗк панӑ; малтан апла пулман;</verse>
				<verse number="9">Эпӗ сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать; уйӑрса янӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать, тет.</verse>
				<verse number="10">Вӗренекенӗсем Ӑна калаҫҫӗ: ҫыннӑн арӑм тӗлӗшӗнчен ҫапла пулмалла пулсан, авланманни лайӑхрах, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Иисус вӗсене каланӑ: ку сӑмаха пурте мар, ӑнланма пӳрнисем ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Хӑшӗ-пӗри амӑшӗ варӗнченех арлӑ-арӑмлӑ пулма юрӑхсӑр ҫуралать; хӑшне ҫынсем юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ; хӑшӗ тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн хӑйне хӑй арлӑ-арӑмлӑ пулмалла мар тӑвать. Кам ҫакна йышӑнаять — йышӑнтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн чухне Ун патне ачасене илсе пынӑ — Вӑл аллине вӗсен пуҫӗ ҫине хурса кӗлтутӑрччӗ тенӗ; анчах вӗренекенӗсем ҫакна хирӗҫ пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иисус вара вӗсене каланӑ: ачасем килччӗр, вӗсене Ман патӑма килме ан чарӑр: Ҫӳлти Патшалӑх ҫакӑн пеккисемшӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те унтан кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Акӑ Ун патне пӗр ҫын пынӑ та каланӑ: эй ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗнле ырӑ ӗҫ тӑвас манӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ӑна каланӑ: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тетӗн пулсассӑн, ӳкӗтсене тытса пурӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Лешӗ калать Ӑна: хӑшӗсене? тет. Иисус каланӑ: ан вӗлер; аскӑнланса ан ҫӳре; ан вӑрла; ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле;</verse>
				<verse number="19">аҫу-аннӳне хисепле; тата: ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Яш ача калать Ӑна: эпӗ ҫакна йӑлтах мӗн ачаранпах пурӑнӑҫлатӑп, тата мӗн ҫитмест-ши манӑн? тет.</verse>
				<verse number="21">Иисус каланӑ ӑна: пур тӗлӗшпе те сӑваплӑ пулассу килет пулсан, кай та пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар; вара санӑн пурлӑху тӳпере пулӗ; унтан кил те Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫак сӑмаха илтсессӗн яш ача салхуланса пӑрӑнса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: чӑн калатӑп сире: пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме хӗн;</verse>
				<verse number="24">тата калатӑп сире: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫакна илтсессӗн вӗренекенӗсем питех те тӗлӗнсе: апла кам ҫӑлӑнма пултарӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иисус вӗсем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: ӑна этем пултараймасть, Турӑ пурне те пултарать, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑн чухне Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, пире мӗн тивӗ-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Иисус каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр.</verse>
				<verse number="29">Кам та кам Ман ятӑмшӑн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ҫӗрне-шывне пӑрахса хӑварнӑ, ҫавӑ уншӑн ҫӗр хут ытла илӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.</verse>
				<verse number="30">Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем чылайӑшӗ малта пулӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ;</verse>
				<verse number="2">кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ;</verse>
				<verse number="3">виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та</verse>
				<verse number="4">вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ. Лешӗсем кайнӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл, улттӑмӗш тата тӑххӑрмӗш сехет тӗлӗнче тухса, каллех ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Юлашкинчен вӑл вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле тухнӑ та ӗҫсӗр тӑракан тата урӑх ҫынсене курса вӗсене ҫапла калать: «мӗскер эсир кунта кунӗпех ӗҫсӗр тӑратӑр?» тет.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем ӑна: «пире никам та тара тытакан пулмарӗ» теҫҫӗ. Хуҫа калать вӗсене: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, вара мӗн тивӗҫлине илетӗр» тет.</verse>
				<verse number="8">Каҫ пулсассӑн пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла калать: «ӗҫлекенсене чӗнсе ил те кайранхисенчен пуҫласа малтанхисене ҫитичченех тӳлесе тух» тет.</verse>
				<verse number="9">Вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле пынисем пӗрер динари илнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ малтан пынисем: «эпир ытларах илӗпӗр-ха» тесе шухӑшласа тӑнӑ; анчах вӗсем те пӗрер динари илнӗ;</verse>
				<verse number="11">илсессӗн вӗсем хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="12">«кусем, кайран килнисем, пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлерӗҫ, эпир яра куна ӗҫлерӗмӗр, шӑрӑха тӳсрӗмӗр, эсӗ вӗсене пирӗнпе пӗре хутӑн» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравласа каланӑ: «тусӑм, эпӗ сана кӳрентерместӗп-ҫке — сана пӗр динари тӳлемелле калаҫса татӑлманччӗ-и-ха эпир?</verse>
				<verse number="14">хӑвна тивӗҫлине ил те кай; эпӗ ҫак кайран килнине те сана панӑ чухлех парас тетӗп.</verse>
				<verse number="15">Хамӑн пурлӑхӑмпа мӗн тӑвас тенине тума ирӗк ҫук-им манӑн? е санӑн куҫу эпӗ ыррине кура ӗмӗтсӗрленет-и?» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта, малтисем кайра пулӗҫ: чӗнни нумай та, суйласа илни сахал, тенӗ Иисус.</verse>
				<verse number="17">Иерусалималла улӑхнӑ чухне ҫул ҫинче Иисус вуникӗ вӗренекенне хӑйсене ҫеҫ чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="18">акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ;</verse>
				<verse number="19">унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пынӑ та чӗркуҫленсе ларсах Унран темӗскер ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="21">Иисус ӑна: сана мӗн кирлӗ? тенӗ. Вӑл Ӑна ҫапла калать: ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне ларма хушсамччӗ, тет.</verse>
				<verse number="22">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫме е Эпӗ курас асапа тӳсме пултарайӑр-и? тенӗ. Вӗсем Ӑна: пултаратпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ курас асапа та тӳсӗр, анчах Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта, тет.</verse>
				<verse number="24">Ҫакна илтсессӗн ытти вунӑ вӗренекенӗ ҫав икӗ пӗртӑвана ҫилленнӗ.</verse>
				<verse number="25">Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="26">сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр;</verse>
				<verse number="27">хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр;</verse>
				<verse number="28">Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӗсем Иерихон хулинчен тухнӑ чухне Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.</verse>
				<verse number="30">Акӑ ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсессӗн: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="31">Халӑх вӗсене шӑплантарасшӑн пулнӑ, анчах лешӗсем тата хыттӑнрах: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="32">Иисус чарӑнса тӑнӑ та вӗсене чӗнсе илсе каланӑ: эсир Мана мӗн тутарасшӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Лешӗсем Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! пирӗн куҫӑмӑрсем уҫӑлӗҫинччӗҫ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="34">Иисус хӗрхенсе вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, куҫӗсем ҫав самантрах куракан пулнӑ; вӗсем вара Ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Иерусалим патне ҫывӑхарса Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффаги тӗлне ҫитсессӗн, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа маларах янӑ:</verse>
				<verse number="2">ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр;</verse>
				<verse number="3">пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: «вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫакӑ пӗтӗмпех пророк урлӑ каланӑ пек пулнӑ; вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="5">«Сион хӗрне калӑр: акӑ сан патна Патшу килет, йӑвашскер, Вӑл ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫине ларса килет» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӗрекенӗсем вара кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ:</verse>
				<verse number="7">ама ашакпа тихине ҫавӑтса пырса, вӗсем ҫине хӑйсен тумтирӗсене сарса хунӑ, Иисус ҫав тумтирсем ҫине ларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, тепӗрисем тата йывӑҫ турачӗсене касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ;</verse>
				<verse number="9">Ун умӗнчен те, хыҫӗнчен те пыракан халӑх ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: Давид Ывӑлне осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Эй Ҫӳлти Турӑ, осанна!</verse>
				<verse number="10">Вӑл Иерусалима пырса кӗрсен, пӗтӗм хула хускалнӑ: кам-ши Ку? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Халӑх вара: Ку — Галилейӑри Назаретран тухнӑ Иисус пророк, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ,</verse>
				<verse number="13">каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырнӑ; эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Вӑл вӗсене сыватнӑ.</verse>
				<verse number="15">Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курсассӑн тата ачасем те Турӑ Ҫуртӗнче «Давид Ывӑлне осанна!» тесе кӑшкӑрнине илтсессӗн, аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем тарӑхса кайнӑ та</verse>
				<verse number="16">каланӑ Ӑна: вӗсем мӗн каланине илтетӗн-и? тенӗ. Иисус вара вӗсене ҫапла калать: илтетӗп! Эсир «Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла турӑн» тенине нихӑҫан та вуламан-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл вара вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифание ҫитнӗ, унта ҫӗр каҫнӑ.</verse>
				<verse number="18">Ирхине хулана таврӑннӑ чухне Унӑн ҫиес килсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="19">Вӑл, ҫул хӗрринче пӗр смоква йывӑҫҫи курса, ун патне пынӑ; ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупайман та ҫапла калать ӑна: сан ҫинче ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр, тет. Смоква йывӑҫӗ ҫийӗнчех хӑрса ларнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫакна курсассӑн вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ: смоква йывӑҫӗ епле-ха ҫийӗнчех хӑрса ларчӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: эсир ӗненсессӗн, иккӗленмесессӗн, смоква йывӑҫӗпе мӗн пулнине ҫеҫ мар тӑватӑр, ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен — ҫапла пулӗ те;</verse>
				<verse number="22">ӗненсе кӗлтусассӑн эсир кирек мӗн ыйтнине пурне те илетӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе унта вӗрентнӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та каланӑ: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам; эсир Мана ҫавна каласассӑн, Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп;</verse>
				<verse number="25">Иоанн шыва кӗртни мӗнле пулнӑ: Турӑ ирӗкӗпе-и, этем ирӗкӗпе-и? тенӗ. Лешӗсем хӑйсем хушшинче канашланӑ: «Турӑ ирӗкӗпе» тесессӗн, Вӑл пире: «апла пулсан мӗншӗн ӗненмерӗр ӑна?» тейӗ;</verse>
				<verse number="26">«этем ирӗкӗпе» тесессӗн, халӑхран хӑратпӑр: Иоана пурте пророк тесе хисеплеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Вара Иисуса ҫапла хуравланӑ: пӗлместпӗр, тенӗ. Вӑл та вӗсене: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп.</verse>
				<verse number="28">Сире мӗнле пек туйӑнать? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; вӑл пӗрин патне пынӑ та каланӑ: «ывӑлӑм, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха» тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Анчах та лешӗ: «каяс килмест» тенӗ; кайран тата ӳкӗннӗ те пахчана кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пырса ӑна та ҫаплах каланӑ. Ку ӗнтӗ: «кайӑп, аттемӗм» тенӗ; хӑй кайман та.</verse>
				<verse number="31">Иккӗшӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурӑнӑҫланӑ? тенӗ. Вӗсем Ӑна: малтанхи, теҫҫӗ. Иисус вӗсене ҫапла калать: чӑн калатӑп сире: куланай пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Мӗншӗн тесессӗн сирӗн пата тӳрӗлӗх ҫулӗпе Иоанн килчӗ, эсир ӑна ӗненмерӗр, куланай пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем ӑна ӗненчӗҫ; эсир ҫавна курса та ӳкӗнмерӗр, ӑна ӗненес темерӗр.</verse>
				<verse number="33">Тата тепӗр ытарӑш итлӗр-ха. Пӗр кил хуҫи пулнӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи чӗртнӗ те ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта юхтаркӑч чавнӑ, пашне лартнӑ; унтан ӑна пахчаҫӑсене тара панӑ та хӑй тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="34">Ҫырла вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑй ҫырлине илме янӑ.</verse>
				<verse number="35">Пахчаҫӑсем унӑн тарҫисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе пӗтернӗ, хӑшне вӗлернӗ, хӑшне тата чулпа пенӗ.</verse>
				<verse number="36">Хуҫа ӗнтӗ унта урӑх тарҫисене янӑ, кусем малтанхинчен те нумайрах пулнӑ; вӗсемпе те ҫаплах хӑтланнӑ.</verse>
				<verse number="37">Юлашкинчен вӑл вӗсем патне хӑй ывӑлне янӑ: «ывӑлӑмран вӑтанӗҫ-ха» тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Хуҫа ывӑлне курсассӑн пахчаҫӑсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: «ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла; атьӑр, ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер» тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Вара ӑна ярса тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="40">Ӗнтӗ пахча хуҫи килсессӗн, ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ вӑл? тенӗ Иисус.</verse>
				<verse number="41">Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: ҫав усалскерсене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑх пахчаҫӑсене парӗ — лешӗсем ӑна ҫырлине вӑхӑтӗнче парса тӑрӗҫ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="42">Иисус вӗсене ҫапла калать: Ҫырура: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ: ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ» тесе ҫырнине эсир нихӑҫан та вуламан-им?</verse>
				<verse number="43">Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна унӑн ҫимӗҫне кӳрекен халӑха парӗҫ;</verse>
				<verse number="44">ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Унӑн ытарӑшӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Вӑл хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ,</verse>
				<verse number="46">вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн Ӑна пророк тесе хисепленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Иисус вӗсене малалла та ытарлӑн каласа вӗрентнӗ:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хӑй ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ:</verse>
				<verse number="3">вӑл хӑй чурисене туя чӗнсе хунисене йыхӑрма янӑ; лешӗсем пырасшӑн пулман.</verse>
				<verse number="4">Вӑл ӗнтӗ урӑх чурисене ҫапла каласа йыхравлама янӑ: чӗнсе хунисене калӑр: «акӑ ӗҫкӗ-ҫикӗме хатӗрлерӗм, пӑрӑвӑмсене тата ҫитерсе самӑрлатнӑ выльӑхсене пустартӑм, пӗтӗмпе хатӗр; туя килсемӗр» тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Анчах лешӗсем, йыхрава хисепе хумасӑр, хӑшӗ хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ;</verse>
				<verse number="6">тепӗрисем тата унӑн чурисене ярса тытнӑ та мӑшкӑлласа пӗтернӗ, вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн патша питӗ ҫилленнӗ те хӑйӗн ҫарне ярса ҫав вӗлерекенсене тӗп тунӑ, вӗсен хулине ҫунтарса янӑ.</verse>
				<verse number="8">Унтан вӑл чурисене ҫапла калать: «туй ӗҫки-ҫики хатӗр, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ;</verse>
				<verse number="9">ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, ҫавсене пурне те туя чӗнӗр» тет.</verse>
				<verse number="10">Ҫав чурасем вара ҫулсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те — усаллисене те, ыррисене те — пухса пынӑ; туй ӗҫкине вара туллиех пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="11">Патша кӗрекере ларакансене курма кӗрсен унта туй тумтирӗ тӑхӑнман пӗр ҫынна курнӑ та</verse>
				<verse number="12">ҫапла калать ӑна: «тусӑм, епле эсӗ кунта туй тумтирӗ тӑхӑнмасӑр кӗтӗн?» тет. Лешӗ чӗнмен.</verse>
				<verse number="13">Патша вара тарҫисене каланӑ: «алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ.</verse>
				<verse number="14">Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫакӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Ӑна епле те пулин айӑпламалли сӑмах калаттарасчӗ тесе канаш тунӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем вара Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене ҫапла калама яраҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн, никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех;</verse>
				<verse number="17">эппин, кала-ха пире: Эсӗ мӗнле шутлатӑн: кесаре куланай тӳлемелле-и, тӳлемелле мар-и?</verse>
				<verse number="18">Иисус вӗсен чеелӗхне пӗлсе каланӑ: икӗ питлӗскерсем, мӗншӗн сӑнатӑр Мана?</verse>
				<verse number="19">Куланай тӳлекен укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана, тенӗ. Вӗсем Ун патне динари илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл вӗсене ҫапла калать: ку кам сӑнӗ, кам ячӗ? тет.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем: кесарӗн, теҫҫӗ. Вара Вӑл вӗсене ҫапла калать: эппин, кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тет.</verse>
				<verse number="22">Ҫакна илтсен вӗсем тӗлӗнсе Ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫав кун Ун патне вилнисем чӗрӗлессе ӗненмен саддукейсем пынӑ та Унран ҫапла ыйтнӑ:</verse>
				<verse number="24">Вӗрентекен! Моисей каланӑ: «кам та пулин ача-пӑчасӑр вилсен, тӑванӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, унӑн йӑхне тӑстӑр» тенӗ;</verse>
				<verse number="25">пирӗн ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, хӑй арӑмне шӑллӗне хӑварчӗ;</verse>
				<verse number="26">иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те — пурте, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулчӗ;</verse>
				<verse number="27">пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ;</verse>
				<verse number="28">вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? унпа пурте пурӑннӑ-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫырӑва та, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр аташатӑр эсир:</verse>
				<verse number="30">чӗрӗлсе тӑрсан авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Турӑ ангелӗсем пек пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="31">Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Турӑ хӑвӑра каланине:</verse>
				<verse number="32">«Эпӗ — Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине вуламан-им эсир? Турӑ Вӑл — вилнисен Турри мар, чӗррисенӗн Турри.</verse>
				<verse number="33">Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӑл саддукейсене чӗнейми туни ҫинчен илтсен, фарисейсем пӗрле пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="35">Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна сӑнаса, ҫапла ыйтнӑ:</verse>
				<verse number="36">Вӗрентекен! саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Иисус каланӑ ӑна: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат»:</verse>
				<verse number="38">ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт;</verse>
				<verse number="39">иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат».</verse>
				<verse number="40">Пӗтӗм саккунпа пророксем ҫак икӗ ӳкӗт ҫинче никӗсленсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Фарисейсем пухӑнсан Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ:</verse>
				<verse number="42">эсир Христос ҫинчен мӗн шухӑшлатӑр? кам ывӑлӗ Вӑл? тенӗ. Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Давид ывӑлӗ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="43">Иисус калать вӗсене: мӗнле-ха апла Давид, Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланса, Ӑна Ҫӳлхуҫа тет, вӑл ҫапла калать-ҫке:</verse>
				<verse number="44">«Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тет.</verse>
				<verse number="45">Ҫапла вара, Давид Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, Вӑл епле-ха унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Ӑна ӗнтӗ никам та пӗр сӑмах та хуравласа калайман; ҫав кунран пуҫласа Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">Моисей вырӑнне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ларнӑ;</verse>
				<verse number="3">ҫавӑнпа вӗсем мӗн каланине итлӗр, мӗн хушнине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрӑр; анчах та вӗсем пек ан тӑвӑр: вӗсем каласса калаҫҫӗ, хӑйсем тумаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар;</verse>
				<verse number="5">вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="6">ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="7">халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Сире вара «вӗрентекен» тесе ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентекенӗр пӗртен-пӗрре — Христос, эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр;</verse>
				<verse number="9">ҫӗр ҫинче никама та «атте» тесе те ан калӑр: сирӗн Аҫӑр пӗртен-пӗрре, Вӑл — тӳпере;</verse>
				<verse number="10">сире «вӗрентӳҫӗ» тесе те ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентӳҫӗр — пӗртен-пӗр Христос.</verse>
				<verse number="11">Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр:</verse>
				<verse number="12">хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.</verse>
				<verse number="13">Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес теекенсене те чаратӑр.</verse>
				<verse number="14">Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр, ҫав хушӑрах хӑвӑр икӗпитленсе нумайччен кӗлтӑватӑр: ҫавӑншӑн эсир пысӑк айӑпа юлатӑр.</verse>
				<verse number="15">Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи тӑватӑр.</verse>
				<verse number="16">Эй суккӑр ертӳҫӗсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир ҫапла калатӑр: «Турӑ Ҫурчӗпе тупа туни — нимех те мар; Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине пурӑнӑҫламалла» тетӗр.</verse>
				<verse number="17">Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: ылтӑн-и е ылтӑна тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Турӑ Ҫурчӗ-и?</verse>
				<verse number="18">Тата ҫапла калатӑр: «парне вырӑнӗпе тупа туни — нимех те мар; ун ҫинчи парнепе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине пурӑнӑҫламалла» тетӗр.</verse>
				<verse number="19">Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: парне-и е парнене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен вырӑн-и?</verse>
				<verse number="20">Ҫапла ӗнтӗ, парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинче мӗн пуррипе те тупа тӑвать;</verse>
				<verse number="21">Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать; тӳпепе тупа тӑвакан Туррӑн аслӑ пуканӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать.</verse>
				<verse number="22"></verse>
				<verse number="23">Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗтнӗкрен, энӗҫрен, калемпӗртен вуннӑмӗш пайне паратӑр, саккунри чи кирлине — тӳрӗ сут тӑвассине, хӗрхенессине, шанчӑклӑ пулассине — мантӑр; ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ.</verse>
				<verse number="24">Эй суккӑр ҫулпуҫсем, эсир вӑрӑмтунана сӗрсе хӑваратӑр, тӗвене ҫӑтса яратӑр!</verse>
				<verse number="25">Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, ӑшне вара вӑрласа тунипе, улталаса илнипе тултаратӑр.</verse>
				<verse number="26">Эй суккӑр фарисей! чашӑк-тирӗкӗн тулашӗ те таса пултӑр тесен, малтан ӑшне тасат.</verse>
				<verse number="27">Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир сӑрланӑ тупӑксем евӗрлӗ: вӗсем тулашӗнчен илемлӗн курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара туп-тулли вилнӗ ҫын шӑмми те тӗрлӗ ирсӗр япала;</verse>
				<verse number="28">эсир те ҫавнашкал: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр-чиккӗр вара ултавпа та йӗркесӗр ӗҫпе тулса ларнӑ.</verse>
				<verse number="29">Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, сӑваплӑ ҫынсен палӑкӗсене илемлететӗр,</verse>
				<verse number="30">тата ҫапла калатӑр: «эпир аттемӗрсен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсем пророксенӗн юнне тӑкнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр» тетӗр;</verse>
				<verse number="31">ҫапла эсир хӑвӑра хирӗҫ хӑвӑрах кӳнтелетӗр — хӑвӑр пророксене вӗлерекенсенӗн ачисем иккенне пӗлтеретӗр;</verse>
				<verse number="32">аҫӑрсен виҫине тултарӑр ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="33">Эй ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! хӑвӑра тамӑк вутне кӗме сут тӑвасран епле хӑтӑлӑр эсир?</verse>
				<verse number="34">Ҫавӑнпа акӑ Эпӗ сирӗн патӑра пророксем, ӑсчахсем, кӗнекеҫӗсем яратӑп; эсир ӗнтӗ вӗсене хӑшне вӗлеретӗр, хӑшне хӗрес ҫумне пӑталатӑр, хӑшне хӑвӑр синагогӑрсенче хӗнесе-ватса пӗтеретӗр, хуларан хулана хӑвалатӑр;</verse>
				<verse number="35">сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пӗтӗм юнӗ — таса Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах — ҫиттӗр сире.</verse>
				<verse number="36">Чӑн калатӑп сире: ҫавӑ пурте ҫак ӑрӑва ҫитӗ.</verse>
				<verse number="37">Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!</verse>
				<verse number="38">Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать.</verse>
				<verse number="39">Калатӑп сире: хӑвӑр: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе кӑшкӑрас кун ҫитиччен текех Мана кураймӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Турӑ Ҫуртӗнчен тухсан Иисус кайма тӑнӑ, ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем Ӑна Турӑ Ҫурчӗпе унӑн хуралтисене кӑтартас тесе Ун патне пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Иисус вӗсене каланӑ: ҫакна пурне те куратӑр-и? Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр:</verse>
				<verse number="5">нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «эпӗ — Христос» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ.</verse>
				<verse number="6">Тата эсир вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтӗр. Астӑвӑр, ан сехӗрленӗр; ҫакӑ пурте пулмалла вӑл, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха:</verse>
				<verse number="7">халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; выҫлӑхпа мур пулӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ;</verse>
				<verse number="8">ҫавах та ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха.</verse>
				<verse number="9">Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ; Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ;</verse>
				<verse number="10">ҫавӑн чухне нумайӑшӗ улталанӗ; пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ;</verse>
				<verse number="11">темӗн чухлӗ суя пророк килӗ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ;</verse>
				<verse number="12">йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пынине пула ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ;</verse>
				<verse number="13">вӗҫне ҫитичченех тӳсекен вара ҫӑлӑнӗ.</verse>
				<verse number="14">Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ.</verse>
				<verse number="15">Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, —</verse>
				<verse number="16">Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр;</verse>
				<verse number="17">ҫурт тӑрринче тӑракан хӑй килӗнчен пӗр-пӗр япала илес тесе ҫӗре ан антӑр;</verse>
				<verse number="18">хирти ҫын та тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.</verse>
				<verse number="19">Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче епле хӗн пулӗ!</verse>
				<verse number="20">Эсир тарасси хӗллене е шӑматкуна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр:</verse>
				<verse number="21">ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук.</verse>
				<verse number="22">Ҫав кунсен шучӗ чакман пулсассӑн, никам та ҫӑлӑнса юлаймӗччӗ; анчах ҫав кунсен шучӗ суйласа илнисемшӗн чакӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑн чухне сире: «Христос акӑ кунта» е «авӑ унта» тесессӗн — ан ӗненӗр:</verse>
				<verse number="24">суя христоссем, суя пророксем килӗҫ; май пулсассӑн суйласа илнисене те илӗртсе улталасшӑн тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Акӑ Эпӗ ӗнтӗ сире малтанах каласа хутӑм.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа та сире: «акӑ Вӑл пушхирте» тесессӗн — ан тухӑр унта; «акӑ Вӑл шалти пӳлӗмре» тесессӗн — ан ӗненӗр: ||</verse>
				<verse number="27">ҫиҫӗм тухӑҫра ҫиҫни анӑҫрах курӑнать, Этем Ывӑлӗ ҫавнашкал килӗ.</verse>
				<verse number="28">Виле выртакан ҫӗре ӑмӑрткайӑксем пуҫтарӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ;</verse>
				<verse number="30">ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ;</verse>
				<verse number="31">Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр;</verse>
				<verse number="33">ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.</verse>
				<verse number="34">Чӑн калатӑп сире: ку пӗтӗмпех ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ;</verse>
				<verse number="35">тӳпепе ҫӗр те ҫухалӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ.</verse>
				<verse number="36">Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет;</verse>
				<verse number="37">Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ:</verse>
				<verse number="38">талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ,</verse>
				<verse number="39">талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ;</verse>
				<verse number="40">ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ;</verse>
				<verse number="41">алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ.</verse>
				<verse number="42">Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр.</verse>
				<verse number="43">Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш вӑхӑтра пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ.</verse>
				<verse number="44">Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ.</verse>
				<verse number="45">Апла хуҫа хӑйӗн тарҫисене пӑхма, вӗсене вӑхӑтра апат парса тӑма хушнӑ шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?</verse>
				<verse number="46">Хуҫи пынӑ ҫӗре чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ;</verse>
				<verse number="47">чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ.</verse>
				<verse number="48">Анчах та ҫав чура, усал пулса, хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе</verse>
				<verse number="49">хӑйӗн юлташӗсене хӗнеме тытӑнсан, ӗҫкӗҫӗсемпе ӗҫсе ҫие пуҫласан,</verse>
				<verse number="50">унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те</verse>
				<verse number="51">ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, ҫапла икӗ питлисене айӑпланӑ пек хаяррӑн айӑплӗ; унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулӗ. Вунӑ хӗр ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ, пиллӗкӗшӗ ӑссӑр пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ӑссӑррисем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ те ҫӑвне илмен;</verse>
				<verse number="4">ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсемпе пӗрле ҫу янӑ савӑчӗсене те илнӗ.</verse>
				<verse number="5">Кӗрӳ каччӑ час ҫитеймен те, хӗрсем пурте ыйхӑласа ҫывӑрса кайнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӗр варринче: «акӑ кӗрӳ каччӑ килет, хирӗҫ тухӑр!» тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вара ҫав хӗрсем пурте вӑраннӑ та тӑрса ҫутаткӑҫӗсене тӳрлетнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ӑссӑррисем ӑслисене каланӑ: «пире кӑштах ҫу парӑр-ха, пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӑслисем ҫапла хуравласа каланӑ: «апла пире те, сире те ҫитмӗ, пирӗнтен иличчен хӑвӑр валли сутакан патне кайса туянӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем сутӑн илме кайсассӑн, кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ, хатӗррисем унпа пӗрле туя кӗнӗ, алӑкне хупса хунӑ;</verse>
				<verse number="11">кайран леш хӗрсем те пыраҫҫӗ: «хуҫамӑр! хуҫамӑр! уҫса кӗртсемччӗ пире» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: «чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр.</verse>
				<verse number="14">Ун чухне ӗнтӗ ют ҫӗре каяс умӗн чурисене чӗнсе илсе вӗсене хӑй пурлӑхне парса хӑварнӑ ҫынпа мӗн пулса иртнӗ, ҫавӑн пек пулӗ:</verse>
				<verse number="15">вӑл кашнийӗн пултарулӑхне кура пӗр чурине пилӗк талант, тепӗрне икӗ талант, тата тепӗрне пӗр талант панӑ; унтан хӑй ҫула тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Пилӗк талант илнӗскерӗ ӑна тӳрех ӗҫе хывса тата пилӗк талант тупӑш тунӑ;</verse>
				<verse number="17">икӗ талант илнӗскерӗ те ҫапла тата икӗ талант тунӑ;</verse>
				<verse number="18">пӗр талант илнӗскерӗ вара кайнӑ та хуҫи кӗмӗлне ҫӗре чавса пытарнӑ.</verse>
				<verse number="19">Пайтах вӑхӑт иртсессӗн ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать.</verse>
				<verse number="20">Пилӗк талант илнӗскерӗ тата пилӗк талант илсе пынӑ та ҫапла калать: «хуҫамӑм! эсӗ мана пилӗк талант панӑччӗ; акӑ эпӗ вӗсемпе тата пилӗк талант тупӑш турӑм» тет.</verse>
				<verse number="21">Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Икӗ талант илнӗскерӗ те пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ мана икӗ талант панӑччӗ; акӑ эпӗ вӗсемпе тата икӗ талант тупӑш турӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Пӗр талант илнӗскерӗ те пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акман ҫӗрте выратӑн, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтаратӑн;</verse>
				<verse number="25">ҫавӑнпа хӑрарӑм та санӑн талантна ҫӗре чавса пытарса хутӑм; акӑ илех хӑвӑнне» тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач</verse>
				<verse number="27">санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм;</verse>
				<verse number="28">ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр:</verse>
				<verse number="29">камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ;</verse>
				<verse number="30">юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ. Ҫакна каласа пӗтерсен Иисус хыттӑн каланӑ: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ,</verse>
				<verse number="32">Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ;</verse>
				<verse number="33">сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ.</verse>
				<verse number="34">Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: «эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр:</verse>
				<verse number="35">Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр; ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх патӑр;</verse>
				<verse number="36">ҫарамас чухне Мана тумлантартӑр; чирлӗ чухне Мана пырса пӑхрӑр; тӗрмере ларнӑ чухне Ман патӑма пытӑр» тейӗ.</verse>
				<verse number="37">Сӑваплисем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине курса Сана тӑрантартӑмӑр? е ӑшу хыпнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр?</verse>
				<verse number="38">хӑҫан Эсӗ ҫул ҫӳренине курса хӳтлӗх патӑмӑр? е хӑҫан ҫарамассине курса тумлантартӑмӑр?</verse>
				<verse number="39">хӑҫан Эсӗ чирлине е тӗрмере ларнине курса Сан патна пытӑмӑр?» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="40">Патша вӗсене ҫапла калӗ: «чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗришӗн ҫапла турӑр та — вӑл Маншӑн туниех пулчӗ» тейӗ.</verse>
				<verse number="41">Унтан сулахай енчисене калӗ: «эй ылханлисем! кайӑр Ман патӑмран, шуйттанпа унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗрлӗх вута кайӑр:</verse>
				<verse number="42">Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитермерӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтермерӗр;</verse>
				<verse number="43">ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх памарӑр; ҫарамас чухне Мана тумлантармарӑр; чирлӗ чухне, тӗрмере ларнӑ чухне Мана пырса пӑхмарӑр» тейӗ.</verse>
				<verse number="44">Лешӗсем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине е ӑшу хыпнине, е ҫул ҫӳренине, е ҫарамассине, е чирлине, е тӗрмере ларнине курса хӑҫан пулӑшмарӑмӑр Сана?» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="45">Вӑл вара вӗсене ҫапла калӗ: «чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн ҫапла тумарӑр та, вӑл Маншӑн туманниех пулчӗ» тейӗ.</verse>
				<verse number="46">Вӗсем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="2">эсир икӗ кунран Пасха пуласса пӗлетӗр; ӗнтӗ Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн чухне Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑнса</verse>
				<verse number="4">Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар тунӑ;</verse>
				<verse number="5">вӗсем: анчах ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар — халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисус Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче пулнӑ чухне</verse>
				<verse number="7">Ун патне пӗр хӗрарӑм алавастӑр савӑтпа хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ та ӑна кӗрекере ларакан Иисус пуҫӗ ҫине юхтарнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫакна курсассӑн вӗренекенӗсем ҫилленсе каланӑ: мӗне кирлӗччӗ кунашкал тӑккаланни?</verse>
				<verse number="9">Ку мирӑна пысӑк хакпа сутса, укҫине кӗлмӗҫсене пама пулатчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Иисус ҫакна асӑрхасассӑн каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ:</verse>
				<verse number="11">кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук;</verse>
				<verse number="12">ҫак мирӑна Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, вӑл Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ;</verse>
				<verse number="13">чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсе ҫӳресессӗн те, унта ку хӗрарӑма та асӑнӗҫ, вӑл мӗн тунине каласа кӑтартӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн чухне вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ та</verse>
				<verse number="15">каланӑ: Ӑна сире тытса парсассӑн эсир мана мӗн парӑр? тенӗ. Лешӗсем ӑна вӑтӑр кӗмӗл укҫа пама пулнӑ;</verse>
				<verse number="16">ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ самант шыранӑ.</verse>
				<verse number="17">Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та: Ху валли ӑҫта Пасха хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл каланӑ: хулана пӗр ҫын патне кайӑр та калӑр ӑна: «Вӗрентекен ҫапла калать: Манӑн вӑхӑтӑм ҫывӑхарчӗ, Эпӗ сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе Пасха тӑвас тетӗп» тет, тейӗр.</verse>
				<verse number="19">Вӗренекенӗсем, Иисус хушнӑ пек туса, Пасха хатӗрлесе хунӑ.</verse>
				<verse number="20">Каҫ пулсассӑн, Вӑл вуникӗ вӗренекенӗпе пӗрле ҫиме ларнӑ;</verse>
				<verse number="21">апат ҫинӗ чухне Иисус каланӑ: чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӗренекенӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ те кашниех Унран: эпӗ мар-и, Ҫӳлхуҫамӑр? тесе ыйта пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: аллине Манпа пӗрле тирӗке чикекенех Мана сутӗ;</verse>
				<verse number="24">Этем Ывӑлӗ пырасса Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пекех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ӑна ҫуралнинчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ӑна тытса паракан Иуда та ҫавӑн чухне: эпӗ мар-и, Равви?? тенӗ. Иисус ӑна: хӑвах каларӑн, тет.</verse>
				<verse number="26">Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан:</verse>
				<verse number="28">ку — Манӑн Юнӑм, Ҫӗнӗ Халал Юнӗ, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм.</verse>
				<verse number="29">Калатӑп сире: паянтан вара ҫак иҫӗм ҫырли эрехне Аттем Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунччен ӗҫмӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вара мухтав юрри юрланӑ хыҫҫӑн вӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ;</verse>
				<verse number="32">чӗрӗлсе тӑрсассӑн вара Эпӗ Галилейӑна сирӗнтен маларах ҫитӗп.</verse>
				<verse number="33">Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан тӗлӗшрен пурте улталансан та, эпӗ нихӑҫан та улталанмӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Иисус каланӑ ӑна: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Петр Ӑна ҫапла калать: Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та, эпӗ Санран тунассӑм ҫук, тет. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.</verse>
				<verse number="36">Унтан вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус Гефсимани теекен вырӑна ҫитет те калать вӗсене: Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтӑвам-ха, эсир унччен ҫакӑнта ларӑр, тет.</verse>
				<verse number="37">Вара Петра тата Зеведейӑн икӗ ывӑлне Хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ та унта тӗмсӗлсе, тертленсе хуйхӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="38">Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.</verse>
				<verse number="39">Унтан кӑшт аяккарах пӑрӑннӑ та ӳпне ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: эй Аттем! юрать пулсассӑн, ҫак курка Манран иртинччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Унтан Вӑл вӗренекенӗсем патне пырать те вӗсем ҫывӑрнине курать, вара Петра ҫапла калать: ӗнтӗ эсир Манпа пӗрле пӗр сехет те ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и?</verse>
				<verse number="41">Ан ҫывӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет.</verse>
				<verse number="42">Унтан тата тепӗр хут пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Аттем! Манӑн ҫак куркана ӗҫмеллех пулсан, унсӑр вӑл Манран иртсе каймасть пулсан, Санӑн ирӗкӳ пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Вӗренекенӗсем патне пырсассӑн Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнине курать: лешӗсене ӗнтӗ ыйхӑ пусса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="44">Вӑл вӗсене хӑварса каллех аяккалла пӑрӑннӑ та ҫав сӑмахах каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="45">Унтан вӗренекенӗсем патне пырать те калать вӗсене: эсир халӗ те ҫаплах ҫывӑратӑр, канатӑр; акӑ вӑхӑт ҫитрӗ, Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ;</verse>
				<verse number="46">тӑрӑр, каяр: акӑ Мана сутаканӗ ҫывӑхрах, тет.</verse>
				<verse number="47">Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ Иуда — вуниккӗшӗнчен пӗри — тата унпа пӗрле аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем янӑ, хӗҫсемпе шалчасем йӑтнӑ пысӑк ушкӑн пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="48">Ӑна сутаканӗ вӗсене ҫапла каласа паллӑ панӑ: эпӗ кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ, Ҫавна ярса тытӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Вӑл ӗнтӗ ҫийӗнчех Иисус патне пынӑ та: Равви?, савӑн! тесе Ӑна чуптунӑ.</verse>
				<verse number="50">Иисус ӑна ҫапла каланӑ: тусӑм, мӗн тума килнине ту! тенӗ. Вара Иисуса ҫавӑрса илнӗ те ярса тытнӑ.</verse>
				<verse number="51">Акӑ Иисуспа пӗрле пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, ӑна аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ.</verse>
				<verse number="52">Иисус вара ӑна ҫапла калать: хӗҫне хӑй вырӑннех чик — хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="53">Е Эпӗ Аттемрен тархасласа ыйтсан, Вӑл тӳрех Ман патӑма вуникӗ легионран та ытла ангел ярса памӗ тесе шутлатӑн-и?</verse>
				<verse number="54">Апла вара ҫакӑн пек пулмалла тесе ҫырни епле пурӑнӑҫланӗччӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="55">Ҫавӑн чухне Иисус халӑха каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ; Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лараттӑм, ун чухне тытмарӑр Мана.</verse>
				<verse number="56">Ҫакӑ пӗтӗмпе пророксем ҫырни вырӑна килтӗр тесе пулса иртрӗ, тенӗ. Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем пурте Ӑна пӑрахса тарнӑ.</verse>
				<verse number="57">Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайнӑ; унта кӗнекеҫӗсемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="58">Петр вара аслӑ священник картишӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курасшӑн картишне кӗрсе унта тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ.</verse>
				<verse number="59">Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем тата пӗтӗм синедрион Иисуса вӗлерттерме айӑп тупмашкӑн суя кӳнтеленсем шыранӑ,</verse>
				<verse number="60">анчах тупайман; суя кӳнтеленсем пырасса нумаййӑн пынӑ, анчах айӑп тупса калайман. Юлашкинчен икӗ суя кӳнтелен пынӑ та</verse>
				<verse number="61">ҫапла каланӑ: Вӑл: «Эпӗ Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп» тетчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="62">Вара аслӑ священник тӑнӑ та каланӑ Ӑна: Хӑвна айӑпланине хирӗҫ мӗншӗн Эсӗ нимӗн те каламастӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="63">Иисус чӗнмен. Аслӑ священник каланӑ Ӑна: чӗрӗ Турӑ ячӗпе хушатӑп Сана: тупа туса кала пире — Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="64">Иисус ӑна каланӑ: эсӗ хӑвах каларӑн; тата калатӑп сире: малашне эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="65">Вара аслӑ священник ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: Вӑл Турра хурлать! кӳнтеленсем мӗне кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине акӑ хӑвӑрах илтрӗр!</verse>
				<verse number="66">Эсир мӗн шутлатӑр? тенӗ. Вӗсем: айӑплӑ, вӗлермелле, тенӗ.</verse>
				<verse number="67">Ӑна ӗнтӗ питӗнчен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ; тепӗрисем пуҫӗнчен ҫапса:</verse>
				<verse number="68">эй Христос, кала-ха пире, Сана кам ҫапрӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="69">Петр вара тулта картишӗнче ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="70">Петр пурин умӗнче те тунса каланӑ: эсӗ мӗн калани ҫинчен пӗлместӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="71">Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ курнӑ та унти ҫынсене каланӑ: ку та Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="72">Петр каллех тупа тусах туннӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="73">Кӑштахран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса каланӑ: эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ҫакӑ эсӗ мӗнле калаҫнинченех паллӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="74">Вӑл вара Турра асӑнсах тупа тӑва пуҫланӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ.</verse>
				<verse number="75">Петр вара хӑйне Иисус: «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн» тесе каланине аса илнӗ. Ӗнтӗ унтан тухса кайнӑ та татӑлса йӗнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пурте Иисуса вӗлерттерес тесе канаш тунӑ;</verse>
				<verse number="2">вара Ӑна ҫыхнӑ та Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="3">Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме сут тунине пӗлсессӗн, ӳкӗнсе, вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсене каялла тавӑрса панӑ:</verse>
				<verse number="4">айӑпсӑр юна сутса ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, тенӗ. Лешӗсем вара ӑна: пире мӗн? хӑвӑнне ху пӗл, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл вара кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртне пӑрахнӑ та, тухса кайса, ҫакӑнса вилнӗ.</verse>
				<verse number="6">Аслӑ священниксем ҫав кӗмӗл укҫасене илсе каланӑ: ку — юн укҫи, ӑна Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хума юрамасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем, ют халӑх ҫыннисем вилсен пытармашкӑн тесе, ҫав укҫапа чӳлмекҫӗ хирне туяннӑ;</verse>
				<verse number="8">ҫавӑнпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ Иеремия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: «хак Хунӑскершӗн вӑтӑр кӗмӗл укҫа илчӗҫ, Ӑна Израиль ывӑлӗсем ҫапла хак хучӗҫ,</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа мана каланӑ пек, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иисуса пуҫлӑх умне тӑратнӑ. Пуҫлӑх Унран ҫапла ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-им? Иисус ӑна: эсӗ хӑв каларӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем Хӑйне айӑпласа калаҫнӑ чухне Вӑл нимӗн те чӗнмен.</verse>
				<verse number="13">Вара Пилат Ӑна ҫапла калать: илтместӗн-им, мӗн чухлӗн Сана хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ? тет.</verse>
				<verse number="14">Иисус унӑн пӗр сӑмахне те хуравламан, ҫавӑнпа пуҫлӑх питӗ тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="15">Пасха уявӗнче пуҫлӑхӑн тӗрмере ларакансенчен пӗр ҫынна халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне вӗсен тӗрмере Варавва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ;</verse>
				<verse number="17">ҫынсем пухӑнсан, Пилат каланӑ вӗсене: эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна-и е Христос теекен Иисуса-и? тенӗ;</verse>
				<verse number="18">вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫав хушӑра аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем халӑха Вараввӑна ирӗке кӑларттарма, Иисуса вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="21">Пуҫлӑх вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: эсир мана иккӗшӗнчен хӑшне кӑларма ыйтатӑр? тенӗ. Вӗсем: Вараввӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Пилат вӗсене калать: Христос теекен Иисуса мӗн тӑвас вара манӑн? тет. Вӗсем пурте: пӑталаттармалла! теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Пуҫлӑх: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ. Анчах лешӗсем тата хытӑрах: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="24">Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илнӗ те халӑх умӗнче аллине ҫуса каланӑ: Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ айӑплӑ мар; хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх ҫапла хуравланӑ: Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вара Пилат вӗсемшӗн тӗрмерен Вараввӑна кӑларнӑ, Иисуса хӗнеттерсе хӗрес ҫумне пӑталама хушнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑн чухне пуҫлӑх салтакӗсем Иисуса преторие илсе килнӗ, Ун тавра пысӑк ҫар ушкӑнӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="28">Ӑна, салтӑнтарса, хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ;</verse>
				<verse number="29">Ун пуҫне йӗплӗ хулӑран явнӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ; унтан Ун умне чӗркуҫленсе ларса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе мӑшкӑлласа кулнӑ;</verse>
				<verse number="30">Ун ҫине сурнӑ, туйине туртса илсе, Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ.</verse>
				<verse number="31">Мӑшкӑлласа тӑрансан Ун ҫинчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="32">Тухнӑ чухне вӗсем Киринея ҫыннине, Симон ятлӑскерне, тӗл пулнӑ; ҫавна Иисус хӗресне йӑтса пыма хушнӑ.</verse>
				<verse number="33">Голгофа ятлӑ вырӑна — «Пуҫ тӳпи» тенине пӗлтерекен вырӑна — ҫитсессӗн,</verse>
				<verse number="34">Ӑна ватпа хутӑштарнӑ сӗрхе ӗҫме панӑ; тутанса пӑхсассӑн Вӑл ӑна ӗҫесшӗн пулман.</verse>
				<verse number="35">Ӑна пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ те</verse>
				<verse number="36">ҫавӑнта Ӑна хуралласа ларнӑ.</verse>
				<verse number="37">Унӑн пуҫӗ тӗлне Унӑн айӑпне кӑтартса «Ҫакӑ — Иисус, Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапса хунӑ.</verse>
				<verse number="38">Ҫавӑн чухне Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха: пӗрне — сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ.</verse>
				<verse number="39">Иртен-ҫӳрен пуҫне сулла-сулла Ӑна хурланӑ:</verse>
				<verse number="40">эй Турӑ Ҫуртне Аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче Ҫӗнӗрен Туса Лартакан! Хӑвна Ху ҫӑл. Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те, халӑх пуҫлӑхӗсемпе фарисейсем те ҫаплах мӑшкӑлласа каланӑ:</verse>
				<verse number="42">ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть. Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, вара ӗненӗпӗр Ӑна;</verse>
				<verse number="43">Турра шанатчӗ, Вӑл Турра юрӑхлӑ пулсан, эппин, Турӑ хӑтартӑр Ӑна. Вӑл: «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тесеччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Ӑна мӑшкӑлласа хурланӑ.</verse>
				<verse number="45">Ултӑ сехетре пӗтӗм ҫӗре сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ, тӑхӑр сехет ҫитиччен сӗм тӗттӗм тӑнӑ;</verse>
				<verse number="46">тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Или?, Или?! лама? савахфани?? тенӗ; ку: «эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.</verse>
				<verse number="47">Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна илтсен каланӑ: Илияна чӗнет Вӑл, тенӗ;</verse>
				<verse number="48">вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ;</verse>
				<verse number="49">ыттисем каланӑ: ан чӑрман; курар-ха: Илия Ӑна ҫӑлма килет-и, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Иисус каллех хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та сывлӑшӗ тухнӑ Унӑн.</verse>
				<verse number="51">Ҫав самантра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ; ҫӗр чӗтреннӗ; чулсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ;</verse>
				<verse number="52">тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ; вилнӗ сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ;</verse>
				<verse number="53">Иисус чӗрӗлсе тӑрсан, вӗсем тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ хулана кӗрсе нумайӑшне курӑннӑ.</verse>
				<verse number="54">Ҫӗрпӳ тата унпа пӗрле Иисуса хурал тӑракансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсассӑн сехӗрленсех ӳкнӗ те: Вӑл чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="55">Унта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсем те нумайӑшӗ пулнӑ, вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="56">вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосиф амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="57">Каҫ пулсан унта Аримафея ҫынни, Иосиф ятлӑ пуян ҫын, Иисус вӗренекенӗ пулнӑскер, пынӑ;</verse>
				<verse number="58">вӑл, Пилат патне пырса, Иисус ӳтне ыйтнӑ. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ;</verse>
				<verse number="59">Иосиф ӗнтӗ Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те</verse>
				<verse number="60">ӑна чул тӑва касса кӗрсе тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ; тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварнӑ та кайнӑ.</verse>
				<verse number="61">Ҫавӑнта Мария Магдалинӑпа тата тепӗр Мария пулнӑ, вӗсем тупӑклӑха хирӗҫех ларнӑ.</verse>
				<verse number="62">Эрнекун иртсен тепӗр куннех аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ та</verse>
				<verse number="63">каланӑ: хуҫамӑр! хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: «виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп» тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире;</verse>
				<verse number="64">ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: «Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ» тесе ан калаччӑр. Вара кайранхи ултавӗ малтанхинчен те усалтарах пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="65">Пилат вӗсене каланӑ: сирӗн хуралҫӑрсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="66">Вӗсем вара кайнӑ та, тупӑклӑх умне хурал тӑратса, чулӗ ҫине пичет пуссах хӑварнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Шӑматкун иртсен, эрненӗн малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чухне Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ ҫӗр питӗ вӑйлӑн чӗтренсе кайнӑ: Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен аннӑ та тупӑклӑх патне пырса ун умӗнчи чула йӑвантарса ярса ун ҫине ларнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл ҫиҫӗм пек курӑнса тӑнӑ, тумтирӗ унӑн юр пек шурӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Хурал тӑракансем, унран хӑранипе чӗтрене ерсе, вилнӗ пекех пулса кайнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ангел вара хӗрарӑмсене ҫапла каланӑ: ан хӑрӑр — эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Иисуса шыранине пӗлетӗп;</verse>
				<verse number="6">Вӑл кунта ҫук: Хӑй каланӑ пек, Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Килӗр, Ҫӳлхуҫа выртнӑ вырӑна пӑхӑр та</verse>
				<verse number="7">часрах кайса Унӑн вӗренекенӗсене калӑр: Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл сирӗнтен маларах Галилейӑра пулӗ, эсир Ӑна ҫавӑнта куратӑр, тейӗр. Акӑ эпӗ сире каласа патӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем вара васкасах тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ та, хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем, Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.</verse>
				<verse number="9">Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме кайнӑ чухне акӑ вӗсене Иисус тӗл пулнӑ та: савӑнӑр! тенӗ. Вӗсем вара, ҫывӑхарса, Ӑна уринчен тытса пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр; кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене пӗлтерӗр, вӗсем Галилейӑна пыччӑр, Мана ҫавӑнта курӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем ҫул ҫинче пулнӑ хушӑра хурал тӑракансенчен хӑшӗпӗри хулана пырса мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ.</verse>
				<verse number="12">Лешӗсем вара халӑх пуҫлӑхӗсемпе пухӑнса канаш тунӑ та салтаксене ҫителӗклех укҫа парса</verse>
				<verse number="13">каланӑ: эсир ҫапла калӑр: «ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Унӑн вӗренекенӗсем пырса вӑрласа кайнӑ Ӑна» тейӗр;</verse>
				<verse number="14">ҫак сас-хура пуҫлӑх патне ҫитес-тӑвас пулсассӑн, эпир ӑна хамӑр енне ҫавӑрӑпӑр, сире инкек курмалла тумӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек каланӑ. Ҫак сӑмах ӗнтӗ иудейсен хушшинче халичченех ҫӳрет.</verse>
				<verse number="16">Вунпӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ;</verse>
				<verse number="17">Ӑна курсан вӗсем Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, хӑшӗсем тата иккӗленнӗ те.</verse>
				<verse number="18">Иисус ҫывӑхарах пырса вӗсене ҫапла каланӑ: ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ:</verse>
				<verse number="19">ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр,</verse>
				<verse number="20">Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене; Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп, тенӗ. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="41">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗ Евангели пуҫламӑшӗ:</verse>
				<verse number="2">пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Санӑн умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ».</verse>
				<verse number="3">«Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара Иоанн килнӗ. Пушхирте вӑл ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ; вӑл вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан шывӗнче шыва кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="6">Иоанн вӑл тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, ҫиессе хӗрлӗ шӑрчӑк тата кайӑк хурт пылӗ ҫисе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ, пӗшкӗнсе, Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар;</verse>
				<verse number="8">эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл сире Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав кунсенче Галилейӑри Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ, Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="10">Шывран тухнӑ чухне Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине курнӑ.</verse>
				<verse number="11">Тата тӳперен: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче» тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн хыҫҫӑнах Сывлӑш Иисуса пушхире илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Пушхирте Вӑл тискер кайӑксем хушшинче хӗрӗх кун пурӑннӑ; унта Ӑна шуйттан сӑнанӑ; Ӑна ангелсем ӗҫлесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иоана тытса панӑ хыҫҫӑн Иисус Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳренӗ,</verse>
				<verse number="15">Вӑл ҫапла каланӑ: ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ: ӳкӗнӗр, Евангелие ӗненӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне тинӗсе тетел яракан Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее курнӑ: вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Иисус вӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакан тӑвӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем вара ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="19">Кӑштах малалла кайсассӑн, Вӑл Зеведей ывӑлӗсене Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана курнӑ, кусем те кимӗ ҫинче тетелӗсене юсаса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="20">ҫавӑн чухнех вӗсене те чӗннӗ. Вӗсем вара хӑйсен ашшӗне Зеведее тарҫисемпе пӗрле кимӗ ҫинче хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем Капернаума ҫитеҫҫӗ; унта Вӑл пӗрремӗш шӑматкунах синагогӑна пырать те вӗренте пуҫлать.</verse>
				<verse number="22">Вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗннӗ: Вӑл вӗсене кӗнекеҫӗсем пек мар, хӑватлӑн вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсен синагогинче усал ернӗ ҫын пулнӑ, ҫавӑ кӑшкӑрса янӑ:</verse>
				<verse number="24">эй Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! эпӗ Эсӗ камне пӗлетӗп: Эсӗ — Туррӑн Святойӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Иисус ӑна чарса каланӑ: чарӑн, тух ун ӑшӗнчен, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна чӗтрентерсе, тискерле кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ.</verse>
				<verse number="27">Пурте сехӗрленсе ӳксе пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: мӗн ку? хӑватлӑ ҫӗнӗ вӗрентӳ-и? Вӑл усал сывлӑшсене хушать те, лешӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вара часах Ун ҫинчен пӗтӗм Галилея таврашне чап сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="29">Синагогӑран тухсанах вӗсем Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ.</verse>
				<verse number="30">Симон хунямӑшӗ тар чирӗпе выртнӑ пулнӑ; ҫийӗнчех Иисуса ун ҫинчен каласа параҫҫӗ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл ун патне пынӑ та ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ; вара тар чирӗ тӳрех иртсе кайнӑ, хӗрарӑм ӗнтӗ вӗсене пӑха пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="32">Каҫ пулсассӑн, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Ун патне чирлисене, усал ернисене илсе пыма пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="33">Пӗтӗм хула халӑхӗ алӑк умне пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="34">Вӑл тӗрлӗ чирпе хӗн куракансене нумайӑшне сыватнӑ; усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ; усалсене Вӑл Хӑй Христос иккенне пӗлнине калама чарнӑ.</verse>
				<verse number="35">Вӑл ирхине ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук ҫӗре кайнӑ, унта кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="36">Симон тата унпа пӗрле пулнисем Ун хыҫҫӑн кайнӑ;</verse>
				<verse number="37">Ӑна тупсассӑн, Ӑна: Сана пурте шыраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл вӗсене ҫапла калать: атьӑр ҫывӑхри ялсемпе хуласене каяр, Манӑн унта та вӗрентсе ҫӳрес: Эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ, тет.</verse>
				<verse number="39">Вӑл вара пӗтӗм Галилея тӑрӑх синагогӑсенче вӗрентсе ҫӳренӗ, усалсене хӑваласа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="40">Ун патне тилҫеллӗ ҫын пырать, Ун умне чӗркуҫленсе ларса, Ӑна ҫапла тархаслать: тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке, тет.</verse>
				<verse number="41">Иисус, ӑна хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: тасатас тетӗп, тасал, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Ҫапла каласассӑнах, ун ҫинчи тилҫе пӗтнӗ, вӑл чиртен тасалнӑ.</verse>
				<verse number="43">Иисус ӑна, ҫийӗнчех каялла ярса, хытарсах каланӑ:</verse>
				<verse number="44">асту, никама та нимӗн те ан кала; ху чӑнласах сывалнине вӗсене ӗнентерме священника кайса курӑн та ху тасалнӑшӑн Моисей кӳме хушнине кӳр, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Ҫынни вара унтан тухсассӑнах, мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ, ҫавӑнпа Иисус хулана уҫҫӑн кӗме пултарайман, хула тулашӗнче, ҫын ҫук ҫӗрте, ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Темиҫе кунран Иисус каллех Капернаума таврӑннӑ, Вӑл килне килни ҫинчен ҫийӗнчех хыпар сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="2">Часах халӑх пырса тулнӑ, ӗнтӗ алӑк патӗнче те вырӑн пулман; Вӑл вӗсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="3">Ун патне тӑваттӑн шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна ҫӗклесе пынӑ;</verse>
				<verse number="4">халӑх нумай пулнӑран вӗсем Иисус ҫывӑхне пырайман, ҫавӑнпа вӗсем ҫурт виттине сирнӗ те, маччине уҫса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна вырттарнӑ вырӑнӗпех Иисус умне антарнӑ.</verse>
				<verse number="5">Иисус, вӗсем ҫав тӗрлӗ ӗненнине курса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: ачам! санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тет.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнта хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем те ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ:</verse>
				<verse number="7">мӗнле Вӑл ҫапла Турра хурлать! Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑха кам каҫарма пултартӑр?</verse>
				<verse number="8">Иисус Хӑйӗн Сывлӑшӗпе, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шухӑшланине пӗлсе, вӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫапла шухӑшлатӑр?</verse>
				<verse number="9">Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах? шалкӑм ҫапнӑ ҫынна: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е: «тӑр та вырӑнна ил те кай» теме-и?</verse>
				<verse number="10">Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл, унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать:</verse>
				<verse number="11">сана калатӑп — тӑр та вырӑнна ил те кай, тет.</verse>
				<verse number="12">Лешӗ ҫав самантрах, пурин куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та хӑйӗн выртнӑ вырӑнне илсе тухса кайнӑ; вара пурте, тӗлӗнсе кайса, Турра мухтанӑ: кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иисус каллех тинӗс хӗррине тухнӑ; пӗтӗм халӑх Ун патне пынӑ, Вӑл вӗсене вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="14">Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, куланай пухмалли вырӑнта лараканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="15">Пӗррехинче Иисус ун килӗнче апат ҫинӗ чухне Унпала, Унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле тата куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те ӗҫсе-ҫисе ларнӑ — вӗсем нумаййӑн пулнӑ, Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="16">Иисус куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апатланнине курсассӑн, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: епле-ха Вӑл куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫакна илтсессӗн Иисус калать вӗсене: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тет.</verse>
				<verse number="18">Иоанн вӗренекенӗсемпе фарисейсен вӗренекенӗсем типӗ тытнӑ. Вӗсем Иисус патне пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ? теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Иисус вӗсене каланӑ: туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тытӗҫ-и? Кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="20">акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара.</verse>
				<verse number="21">Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть: апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Пӗррехинче шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; ҫула май Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илнӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара фарисейсем Ӑна каланӑ: пӑх-ха! мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑматкун? тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл вӗсене каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те выҫӑ аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен нихӑҫан та вуламан-им эсир?</verse>
				<verse number="26">Епле вӑл, аслӑ священник Авиафар вӑхӑтӗнче Турӑ Ҫуртне кӗрсе, священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман парне ҫӑкӑрӗсене хӑй те ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те панӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Тата каланӑ вӗсене: шӑматкуна ҫыншӑн тунӑ, ҫынна шӑматкуншӑн туман;</verse>
				<verse number="28">ҫавӑнпа Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи те, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Иисус каллех синагогӑна пынӑ; унта алли хӑрнӑ ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иисуса айӑпласшӑн, Вӑл ҫак ҫынна шӑматкун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна сӑнаса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: варрине тухса тӑр, тет.</verse>
				<verse number="4">Лешӗсене вара ҫапла калать: шӑматкун ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле-и? тет. Лешӗсем чӗнмен.</verse>
				<verse number="5">Иисус, вӗсем хытӑ чӗреллӗрен кӑмӑлсӑрланса, вӗсем ҫине тарӑхса пӑхса илет те ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тет. Лешӗ тӑснӑ та — алли тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнтан тухсанах фарисейсемпе Ирод ҫыннисем Иисуса вӗлерме кавар тунӑ.</verse>
				<verse number="7">Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле тинӗс хӗррине кайнӑ; Ун хыҫӗнчен Галилейӑран, Иудейӑран,</verse>
				<verse number="8">Иерусалимран, Идумейӑран, Иордан леш енчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Тирпа Сидон таврашӗнчисем те, Вӑл мӗн туни ҫинчен илтсессӗн, Ун патне питех те йышлӑн пынӑ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл нумайӑшне сыватнӑ, ҫавӑнпа та чирлисем Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе Ун патне талпӑннӑ. Халӑх ҫав тери нумай пулнӑ, ҫавӑнпа та Хӑйне хӗсесрен вӗренекенӗсене Иисус Хӑй валли кимӗ хатӗрлесе хума хушнӑ.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="12">Хӑй ҫинчен ан пӗлтерччӗр тесе, Вӑл вӗсене хытарсах ҫапла калама чарнӑ.</verse>
				<verse number="13">Унтан ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенисене Хӑй патне чӗннӗ; чӗннисем Ун патне пынӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсенчен вуниккӗшне Вӑл Хӑйпе пӗрле ҫӳремешкӗн, вӗрентсе ҫӳреме ямашкӑн тата чиртен сыватмашкӑн, усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа илнӗ.</verse>
				<verse number="15"></verse>
				<verse number="16">Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симона, ӑна Петр тесе ят панӑ;</verse>
				<verse number="17">Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗне Иоана, вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тени пулать;</verse>
				<verse number="18">Андрее, Филипа, Варфоломее, Матфее, Фомана, Алфей Иаковне, Фаддее, Симон Кананита</verse>
				<verse number="19">тата Иуда Искариота, ҫакӑ вара Иисуса тытса панӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем пӗр ҫурта кӗреҫҫӗ; каллех халӑх пухӑнать, вӗсен ӗнтӗ апат ҫиме те май пулман.</verse>
				<verse number="21">Иисус ҫавӑнта килнине пӗлсессӗн Унӑн ҫывӑх ҫыннисем Ӑна илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Ун ҫинчен Вӑл ӑсран кайнӑ тесе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="22">Иерусалимран килнӗ кӗнекеҫӗсем каланӑ: Унӑн ӑшӗнче веельзевул, усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус вӗсене чӗнсе илсе ытарлӑн каланӑ: шуйттан шуйттана епле хӑваласа кӑлартӑр?</verse>
				<verse number="24">Патшалӑх хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑраймасть;</verse>
				<verse number="25">кил-ҫурт та хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑраймасть;</verse>
				<verse number="26">шуйттан та хӑйне хӑй хирӗҫ тӑчӗ пулсан, пайланса кайрӗ пулсан — тытӑнса тӑраймӗ, ӗнтӗ унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтан вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр никам та унӑн япалисене ҫаратса тухаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн кил-ҫуртне ҫаратса тухӗ.</verse>
				<verse number="28">Чӑн калатӑп сире: этем ывӑлӗсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗсем те каҫарӑнӗҫ, кирек мӗнле хурласан та, пур тӗрлӗ хурлани те каҫарӑнӗ;</verse>
				<verse number="29">анчах кам та кам Таса Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ, вӑл ӗмӗрех айӑплӑ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫакна Вӑл Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш тенӗрен каланӑ.</verse>
				<verse number="31">Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ та, хӑйсем ҫурт тулашӗнче юлса, Ӑна чӗнсе кӑларма ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ун тавра халӑх ларнӑ. Ӑна каланӑ: акӑ тулта Аннӳпе тӑванусем тӑраҫҫӗ, Сана чӗнеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кам Манӑн аннем, кам Манӑн тӑванӑмсем? тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Унтан Хӑй тавра ларакансене куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса ҫапла калать: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем;</verse>
				<verse number="35">кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Вӑл каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ; Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ та, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ; кимми шыв ҫийӗнче пулнӑ, пӗтӗм халӑх вара тинӗс хӗрринче типӗ ҫӗрте тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл вӗсене ытарӑшсем каласа нумай вӗрентнӗ; вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="3">итлӗр-ха, акӑ акаҫӑ акма тухнӑ;</verse>
				<verse number="4">акнӑ чухне ҫапла пулнӑ: хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна сӑхса пӗтернӗ;</verse>
				<verse number="5">хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпри ӑшӑх пулнӑран часах шӑтса тухнӑ;</verse>
				<verse number="6">анчах та хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.</verse>
				<verse number="7">Хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ — ҫумӗ ӳссе кайнӑ та ӑна хупласа илнӗ, вара унӑн ҫимӗҫӗ пулман.</verse>
				<verse number="8">Хӑшӗсем вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ, ӳссе ҫитӗннӗ те ҫимӗҫлӗ пулнӑ: пӗр пӗрчӗрен вӑтӑр пӗрчӗ, утмӑл пӗрчӗ, ҫӗр пӗрчӗ таран пултарнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Унтан вӗсене каланӑ: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Халӑх салансассӑн вуниккӗшӗ тата вӗсемпе пӗрле пулнисем Унран ытарӑшсем ҫинчен ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пӳрнӗ, ыттисене вара ҫакна пурне те ытарлӑн каламалла:</verse>
				<verse number="12">вӗсем Турӑ енне ҫаврӑнасшӑн мар, ҫылӑхӗсене каҫарттарасшӑн мар: вӗсем куҫпа пӑхсассӑн та курмаҫҫӗ; хӑлхапа илтсессӗн те ӑнланмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Унтан вӗсене каланӑ: ҫак ытарӑша ӑнланаймастӑр-им? Ытти ытарӑшсене епле ӑнланайӑр?</verse>
				<verse number="14">Акаҫӑ сӑмах акать.</verse>
				<verse number="15">Ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха кама каланӑ, ҫав ҫынсене пӗлтерет, анчах сӑмаха илтсенех, вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чӗрине акнӑ сӑмаха вӑрласа каять.</verse>
				<verse number="16">Чуллӑ ҫӗре ӳкни те ҫавӑн пекех: сӑмаха илтсессӗн ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакан ҫынсене пӗлтерет;</verse>
				<verse number="17">анчах та тымарӗ ҫуккипе нумайччен тытӑнса тӑраймаҫҫӗ; ҫав сӑмахшӑн асап килсен е хӗсӗрлесен вӗсем часах улталанаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫумлӑ ҫӗре ӳкни те сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет,</verse>
				<verse number="19">анчах та ку тӗнчери пурӑнӑҫ шухӑшӗ, пуянлӑх илӗртни тата ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсем вӗсен ӑшне кӗрсе сӑмаха хупласа илеҫҫӗ те, сӑмах вара ҫимӗҫсӗр пулать.</verse>
				<verse number="20">Ырӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна хапӑл тӑвакан ҫынсене пӗлтерет, вӗсем пӗри вӑтӑр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри ҫӗр хут ытла усӑ кӳреҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Тата каланӑ вӗсене: ҫутаткӑҫа савӑт айне е вырӑн айне лартасшӑн илсе пыраҫҫӗ-и? ӑна шантал ҫине лартма илсе пымаҫҫӗ-и вара?</verse>
				<verse number="22">Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та курӑнмасӑр юлмасть, пытарӑнса тӑраканни ҫиеле тухмасӑр юлмасть.</verse>
				<verse number="23">Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Тата вӗсене ҫапла каланӑ: мӗн илтнине астӑвӑр: мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ; сире, илтекенсене, ытларах та хушса парӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унӑнне мӗнпур пеккине те туртса илӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ: ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать те</verse>
				<verse number="27">ҫӗрле ҫывӑрать, кӑнтӑрла тӑрать; вӑрлӑх епле шӑтса епле ӳснине пӗлмест те вӑл:</verse>
				<verse number="28">ҫӗр хӑй тӗллӗнех малтан ешӗл калча, унтан пучах ӳстерет, унтан пучах ӑшне тӗшӗ тултарать.</verse>
				<verse number="29">Пӗрчи пулса ҫитсессӗн, вырас вӑхӑтра вӑл часрах выракансене ярать, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарар-ши? ӑна мӗнле ытарӑшпа сӑнласа парар-ши?</verse>
				<verse number="31">Ӑна акӑ мӗнпе танлаштарма пулать. Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен пуринчен те пӗчӗкрех;</verse>
				<verse number="32">аксассӑн шӑтса тухать те мӗнпур ӳсентӑранран та пысӑкрах пулать, пысӑк туратсем ярать, унӑн сулхӑнӗнче вара вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Турӑ сӑмахне Вӑл ҫынсене вӗсем итлеме пултарнӑ таран ҫавӑн евӗрлӗ ытарӑшсем нумай каласа вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="34">Ытарӑшсӑр каламан вӗсене, вӗренекенӗсене вара пӗтӗмпех ыттисенчен уйрӑм каласа ӑнлантарнӑ.</verse>
				<verse number="35">Ҫав кун каҫхине вӗсене каланӑ: тепӗр енне каҫар-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Вӗсем вара, халӑхран уйрӑлса, Иисуса Хӑй ларнӑ кимӗпех илсе кайнӑ; Унпа пӗрле урӑх кимӗсем те пулнӑ.</verse>
				<verse number="37">Ҫавӑн чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ; хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="38">Иисус кимӗ хӳри патӗнче пуҫелӗк хурса ҫывӑрнӑ. Ӑна вӑратаҫҫӗ те: Вӗрентекен! пӗтетпӗр-ҫке, Саншӑн вӑл нимӗн те мар-им? теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="39">Вара Вӑл тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: чарӑн, ан шавла, тенӗ. Ӗнтӗ ҫил чарӑннӑ та, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ.</verse>
				<verse number="40">Унтан вӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? епле сирӗн ӗненӳ ҫук? тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Сехӗрленсе ӳксе вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Вӗсем тинӗс тепӗр енне Гадара ҫӗрне пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Иисус кимӗ ҫинчен ансассӑнах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ ҫын тӗл пулнӑ;</verse>
				<verse number="3">вӑл тупӑклӑхрах пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа та чарайман;</verse>
				<verse number="4">ӑна темиҫе хут та тимӗрлесе-сӑнчӑрласа пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ — ӑна никам та лӑплантарма пултарайман;</verse>
				<verse number="5">вӑл яланах ҫӗрле те, кӑнтӑрла та тусем хушшинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхсенче кӑшкӑрашса, чулсем ҫумне ҫапӑнса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисуса вӑл аякранах курнӑ та, чупса пырса, Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ,</verse>
				<verse number="7">унтан хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Иисус, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? Турра асӑнса тархаслатӑп Сана: ан асаплантар мана! тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Мӗншӗн тесессӗн Иисус ӑна: усал сывлӑш, ҫак ҫын ӑшӗнчен тух! тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ легион ятлӑ, мӗншӗн тесессӗн эпир нумаййӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл Иисуса хӑйсене ҫав ҫӗршывран хӑваласа ан ятӑр тесе тархасланӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнта ту патӗнче пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="12">Усалсем пурте Иисуса: пире ҫав сыснасен ӑшне кӗртсемччӗ, тесе тархасланӑ.</verse>
				<verse number="13">Иисус вӗсене ҫийӗнчех ирӗк панӑ. Усал сывлӑшсем вара, ҫын ӑшӗнчен тухса, сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртенех тинӗсе сикнӗ, вӗсем икӗ пине яхӑн пулнӑ; пурте тинӗсе путса пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="14">Сысна кӗтӳҫисем чупса кайнӑ та хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ.</verse>
				<verse number="15">Иисус патне пыраҫҫӗ, вӗсем легионӗпех усал ернӗ ҫын ӗнтӗ тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине кураҫҫӗ те сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Куракансем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем вара Иисуса хӑйсен ҫӗрӗнчен кайма йӑлӑна пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="18">Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын Унпа пӗрле каясшӑн Ӑна тархасланӑ.</verse>
				<verse number="19">Иисус ӑна ирӗк паман, Вӑл ҫапла каланӑ: эсӗ килне тӑванусем патне кай та Ҫӳлхуҫа хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине каласа кӑтарт вӗсене, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл вара Вунхула ҫӗрне кайнӑ та хӑйӗншӗн Иисус мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳре пуҫланӑ; пурте питӗ тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="21">Иисус кимӗпе каллех тинӗс тепӗр енне каҫсассӑн, Ун тавра темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӑл тинӗс хӗрринче тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Акӑ синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пырать, Ӑна курсассӑн, Ун ури умне ӳксе</verse>
				<verse number="23">тархаслать: манӑн хӗрӗм вилес пек выртать; ӑна сыватмашкӑн, чӗрӗ хӑвармашкӑн пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ! тет.</verse>
				<verse number="24">Иисус вара унпа пӗрле кайнӑ. || Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Ӑна хӗстернӗ те.</verse>
				<verse number="25">Пӗр хӗрарӑм — юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер,</verse>
				<verse number="26">тӗрлӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе нумай хӗн курнӑскер, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӗтерсе те пӗр усӑ та курманскер, ӗнтӗ тата ытларах япӑхланса кайнӑскер —</verse>
				<verse number="27">Иисус ҫинчен илтсе, халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Ун тумтирне сӗртӗннӗ,</verse>
				<verse number="28">вӑл ӗнтӗ: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен те сывалӑттӑм» тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="29">Ҫавӑнтах унӑн юн кайма чарӑннӑ та, вӑл чиртен сывалнине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ.</verse>
				<verse number="30">Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине туйса, халӑх енне ҫаврӑнса ҫапла ыйтнӑ: Манӑн тумтире кам сӗртӗнчӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: халӑх Хӑвна хӗстернине куратӑн-ҫке, ҫавах: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» тесе ыйтатӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Хӑйне сӗртӗнекене курас тесе, Иисус йӗри-тавралла пӑхнӑ.</verse>
				<verse number="33">Арӑм, хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, хӑраса та чӗтресе Ун умне пынӑ та, ӳксе пуҫҫапса, Ӑна пурне те тӗрӗссине каласа панӑ.</verse>
				<verse number="34">Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата? тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Иисус ҫав сӑмахсене илтсенех синагога пуҫлӑхне: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вӑл Петрпа Иаковсӑр тата Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫӗнчен никама та пыма хушман.</verse>
				<verse number="38">Вӑл синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитет те унта аптӑраса тӑракансене, йӗрекенсене, кӑшкӑрса хӳхлекенсене курать.</verse>
				<verse number="39">Пӳрте кӗрсен вӗсене: мӗншӗн кулянатӑр, мӗншӗн йӗретӗр? хӗрача вилмен, ҫывӑрать, тет.</verse>
				<verse number="40">Унран кулнӑ. Вӑл вара пурне те кӑларса ярать те, хӗрача ашшӗпе амӑшне тата Хӑйпе пӗрле пынисене илсе, хӗрача выртакан пӳлӗме кӗрет.</verse>
				<verse number="41">Хӗрачана аллинчен тытса: талифа? куми?! тет. Куҫарсассӑн ку: «хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр» тени пулать.</verse>
				<verse number="42">Хӗрача ҫийӗнчех тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ: вӑл пӗр вуникӗ ҫулта пулнӑ. Ҫакна куракансем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="43">Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: ҫакӑн ҫинчен никам та ан пӗлтӗр, тенӗ; унтан хӗре апат ҫитерме хушнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Унтан кайсассӑн Вӑл Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне пынӑ; Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Шӑматкун ҫитсессӗн Вӑл синагогӑра вӗренте пуҫланӑ; итлекенсем нумайӑшӗ тӗлӗнсе каланӑ: ку ӑҫтан тухать-ши Унӑн? мӗнле ӑслӑлӑх панӑ Ӑна? Унӑн алли мӗнешкел тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать!</verse>
				<verse number="3">Ара, Вӑл каскалакан мар-и? Мария ывӑлӗ мар-и, Иаковпа Иосия, Иудӑпа Симон тӑванӗ мар-и? Унӑн аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те кунта пирӗн хушшӑмӑртах мар-и? тенӗ. Ҫавӑнпа вӗсем Ун ҫинчен иккӗллӗ шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="4">Иисус вӗсене каланӑ: пророка хисеплеҫҫӗ, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗршывӗнче, хурӑнташӗсем хушшинче тата хӑй килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Унта пӗр хӑват та тӑвайман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене ҫеҫ аллине хурса сыватнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл вӗсем ӗненменнинчен тӗлӗннӗ; унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе, вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн тӗрлӗ ҫӗре ярать.</verse>
				<verse number="8">Вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те — хутаҫ та, ҫӑкӑр та, пиҫиххи ҫумне чикнӗ укҫа та — илме хушман;</verse>
				<verse number="9">урӑра сантали анчах сырӑр, икӗ тумтир ан тӑхӑнӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Тата каланӑ вӗсене: эсир хӑш киле кӗретӗр, ҫав вырӑнтан кайиччен унтах пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="11">Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сире итлемесен, эсир унтан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ. Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморрӑна ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ;</verse>
				<verse number="13">усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ, чирлӗ ҫынсене нумайӑшне ҫу сӗрсе сыватнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иисус ҫинчен Ирод патша та илтнӗ — ӗнтӗ Унӑн ячӗ пур ҫӗре те сарӑлнӑ; пӗрисем: Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем тӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Тепӗрисем: вӑл Илия, тенӗ; хӑшӗсем тата: вӑл пророк, унчченхи пророксем евӗрлӗскерех, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ирод вара ҫавна илтсессӗн каланӑ: вӑл — эпӗ пуҫне кастарнӑ Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫав Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне Иродиадӑна качча илнӗ пулнӑ, Иоанн ӑна: «санӑн пиччӳ арӑмӗпе пурӑнма юрамасть» тенӗ, Ирод вара ҫавӑншӑн Иоана тӗрмене тыттарса хуптарнӑ.</verse>
				<verse number="18"></verse>
				<verse number="19">Иродиада ӗнтӗ Иоана курайман, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах апла тума пултарайман,</verse>
				<verse number="20">мӗншӗн тесессӗн, Иоанн сӑваплӑ, таса ҫын иккенне пӗлсе, Ирод Иоанран хӑранӑ, ӑна хӳтӗленӗ; ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн канашланӑ пек тунӑ, вӑл каланине кӑмӑлласах итленӗ.</verse>
				<verse number="21">Меллӗ кун ҫитнӗ. Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Галилейӑри улпучӗсене, пинпӳсене тата аслӑ пуҫлӑхсене чӗнсе ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн чухне Иродиада хӗрӗ кӗрсе ташланӑ та Ирод кӑмӑлне те, унпа пӗрле кӗрекере ларакансенӗн кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ; патша вара хӗре каланӑ: манран мӗн ыйтассу килет — ҫавна ыйт, парӑп сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ӑна тупа тусах каланӑ: кирек мӗн ыйтсассӑн та парӑп сана, ҫур патшалӑхӑм таранчченех парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Хӗр тухса кайнӑ та амӑшӗнчен: мӗн ыйтас-ши? тесе ыйтнӑ. Лешӗ: Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Хӗрӗ ҫавӑнтах патша патне васкаса кӗнӗ те: Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Патша салхуланнӑ, анчах тупа тунӑран тата хӑйпе пӗрле кӗрекере ларакансене пула ӑна хирӗҫлеймен.</verse>
				<verse number="27">Вӑл ҫавӑнтах хӑйӗн кӑралҫине Иоанн пуҫне илсе килме хушса янӑ.</verse>
				<verse number="28">Лешӗ вара тӗрмене кайнӑ та Иоанн пуҫне касса, тирӗк ҫине хурса хӗре панӑ, хӗрӗ ӑна амӑшне кайса панӑ.</verse>
				<verse number="29">Ҫавна илтсессӗн, Иоанн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн ӳтне илсе тупӑклӑха хунӑ.</verse>
				<verse number="30">Апостолсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн вӗрентнине пӗтӗмпе Ӑна каласа панӑ.</verse>
				<verse number="31">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир ҫын ҫук ҫӗре хӑвӑр ҫеҫ кайӑр та кӑштах канӑр, тенӗ. Ӗнтӗ килен-каян питӗ нумай пулнӑ, вӗсенӗн ҫиме те вӑхӑт пулман.</verse>
				<verse number="32">Вара вӗсем, пӗр хӑйсем ҫеҫ, кимӗпе ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="33">Халӑх вӗсем кайнине курнӑ, нумайӑшӗ ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ; вара пур хуларан та ҫавӑнта чупнӑ, ҫуранскерсем, вӗсенчен те маларах ҫитсе, Ун патне пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="34">Иисус, кимӗ ҫинчен ансассӑн, халӑх питӗ нумаййине курнӑ та вӗсене хӗрхеннӗ: вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек пулнӑ; вара Вӑл вӗсене чылай вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="35">Пайтахран вӗренекенӗсем Ун патне пырса каланӑ: ҫын пурӑнман вырӑн ку, каҫ та пулса килет,</verse>
				<verse number="36">вӗсене тытса ан тӑрсамччӗ, вӗсене таврари ялсене кайса хӑйсем валли ҫӑкӑр туянма ярсамччӗ, вӗсен ҫимелли ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ. Ӑна ҫапла каланӑ: апла пирӗн икҫӗр динарие яхӑнлӑх ҫӑкӑр кайса илсе вӗсене ҫиме парас-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур? кайса пӑхӑр-ха, тенӗ. Вӗсем пӗлсе килнӗ те: пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Вӗсене Вӑл халӑха ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине лартса тухма хушнӑ.</verse>
				<verse number="40">Вара йӗрки-йӗркипе ҫӗршерӗн, аллӑшарӑн ларса тухнӑ.</verse>
				<verse number="41">Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн ҫӑкӑрсене вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те Вӑл пурин валли те валеҫнӗ.</verse>
				<verse number="42">Пурте ҫисе тӑраннӑ.</verse>
				<verse number="43">Унтан юлашки ҫӑкӑр татӑкӗсене, пулӑ татӑкӗсене вуникӗ кунтӑ туллиех пухнӑ.</verse>
				<verse number="44">Ҫӑкӑр ҫиекеннисем арҫыннисемех пилӗк пине яхӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="45">Унтан Вӑл ҫийӗнчех вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне Вифсаида патне каҫса кайма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.</verse>
				<verse number="46">Халӑхпа сывпуллашсан, Хӑй ту ҫине кӗлтума кайнӑ.</verse>
				<verse number="47">Каҫхине кимӗ тинӗс варринче пулнӑ, Иисус пӗчченех ҫыран хӗрринче пулнӑ.</verse>
				<verse number="48">Вӑл вӗренекенӗсем асапланса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ; ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал черетӗнче Вӑл вӗсем патне тинӗс ҫийӗн утса пынӑ та вӗсенчен иртсе каясшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="49">Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗн утса пынине курсассӑн, ку мӗлке пулӗ тесе шухӑшланӑ та кӑшкӑрсах янӑ:</verse>
				<verse number="50">Ӑна курсассӑн вӗсем пурте хӑраса ӳкнӗ. Иисус вӗсене тӳрех сасӑ панӑ: хӑюллӑ пулӑр, ку Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="51">Вӑл вӗсем патне кимӗ ҫине ларнӑ та — ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ:</verse>
				<verse number="52">вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен-ха — вӗсем хытӑ чӗреллӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="53">Тепӗр енне каҫсассӑн вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитсе тинӗс хӗррине чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="54">Кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна унти ҫынсем палласа илнӗ те ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм тавралӑха пӗлтерсе ҫаврӑннӑ,</verse>
				<verse number="55">вара чирлӗ ҫынсене вырӑнӗ-мӗнӗпех Вӑл ҫав тӗлте тенӗ ҫӗре илсе пыра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="56">Вӑл кирек ӑҫта пырсан та, — яла-и, хулана-и, — пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене тула ирӗк ҫӗре илсе тухса вырттарнӑ, вӗсене тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем тесе, Ӑна йӑлӑннӑ; Ӑна сӗртӗнекеннисем сывалнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ;</verse>
				<verse number="2">вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗ таса мар алӑпа, аллине ҫумасӑрах, апат ҫинине курнӑ та ӳпкелешнӗ.</verse>
				<verse number="3">Мӗншӗн тесессӗн фарисейсем те, пур иудей та, ваттисен йӑлипе, аллине лайӑх ҫумасӑр апат ҫимеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="4">суту-илӳрен таврӑнсан та ҫӑвӑнмасӑр ҫимеҫҫӗ. Вӗсем тытса пурӑнма йышӑннӑ йӑла-йӗрке тата та нумай: чашӑк-тирӗке, куркасене, хурансене, саксене ҫумалла.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем Иисусран ыйтнӑ: мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлипе пурӑнмаҫҫӗ? аллине ҫумасӑрах апат ҫиеҫҫӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк тӗрӗс каланӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «ҫак ҫынсем Мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, чун-чӗрипе вара — Манран аякра:</verse>
				<verse number="7">вӗсем этем вӗрентӗвне, этем ӳкӗчӗсене вӗрентеҫҫӗ, апла Мана хисепленин ним усси те ҫук».</verse>
				<verse number="8">Эсир, Турӑ хушнине пӑрахса, этем кӑларнӑ йӑласене — куркасене, чашӑк-тирӗке ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлине — нумай тӑватӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Тата каланӑ: эсир хӑвӑр йӑлӑра тытасшӑн Турӑ хушнине пӑрахни лайӑх-и вӑл?</verse>
				<verse number="10">Моисей ҫапла каланӑ: «аҫупа аннӳне хисепле» тенӗ; тата: «ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Эсир вара ҫапла калатӑр: кам та кам хӑй ашшӗне е амӑшне: «эсӗ манран илессине эпӗ «корван» (Турӑ валли) тесе Турра пама асӑнтӑм» тесессӗн,</verse>
				<verse number="12">эсир ӑна хӑй ашшӗшӗн е амӑшӗшӗн нимӗскер тумасан та юрать, тетӗр,</verse>
				<verse number="13">ҫапла хӑвӑр кӑларнӑ йӑлашӑн Турӑ сӑмахӗнчен иртетӗр; ҫавӑн евӗрлине эсир нумай тӑватӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Унтан пӗтӗм халӑха чӗнсе илсе каланӑ: Мана пурсӑр та итлӗр те ӑнланса илӗр:</verse>
				<verse number="15">ҫынна тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть; ҫынна ҫын ӑшӗнчен тухаканни ирсӗрлетет.</verse>
				<verse number="16">Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫав ытарӑш ҫинчен ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир те халичченех ӑнланмастӑр-и? Ҫынна тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултарайманнине ӑнкараймастӑр-и?</verse>
				<verse number="19">Мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫын чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет те унтан каялла тухать, ҫапла кирек мӗнле апат та тасалать, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Тата малалла каланӑ: ҫын ӑшӗнчен тухаканни ҫынна ирсӗрлетет:</verse>
				<verse number="21">усал шухӑшсем, ясарлӑх, аскӑнлӑх, вӗлересси,</verse>
				<verse number="22">вӑрласси, ӗмӗтсӗрленесси, хаяр сунасси, улталасси, намӑс тӑвасси, хапсӑнасси, Турра хурласси, мӑн кӑмӑллӑ пуласси, ӑссӑрланасси ҫын ӑшӗнчен, ҫын чӗринчен тухать;</verse>
				<verse number="23">ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухса ҫынна ирсӗрлетет, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Унтан кайсассӑн Тирпа Сидон ҫӗрне ҫитнӗ; унта пӗр ҫурта кӗнӗ, ӗнтӗ Хӑй ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман; анчах та пытарӑнса юлайман.</verse>
				<verse number="25">Хӗрне усал ернӗ пӗр хӗрарӑм ҫавӑн чухнех Ун ҫинчен илтнӗ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ;</verse>
				<verse number="26">хӗрарӑмӗ, Сирофиникия ҫынни, суя тӗнлӗскер пулнӑ; вӑл Ӑна хӗрӗ ӑшӗнчи усала хӑваласа кӑларма тархасланӑ.</verse>
				<verse number="27">Иисус каланӑ ӑна: малтан ачасене тӑрантармалла; ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе йытӑсене пӑрахса пани аван мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Хӗрарӑм Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫапла-ха та, Ҫӳлхуҫамӑр, анчах йытӑсем те ачасен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Иисус каланӑ ӑна: ҫак сӑмахшӑн каях ӗнтӗ; хӗрӳ ӑшӗнчен усал тухрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Хӗрарӑм киле таврӑннӑ ҫӗре ӗнтӗ ӑшӗнчен усал тухнӑ хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнӑ.</verse>
				<verse number="31">Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ урлӑ кайса каллех Галилея тинӗсӗ патне тухнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ун патне хӑлхасӑр, селӗп ҫынна илсе пынӑ та Ӑна ун ҫине аллине хума тархасланӑ.</verse>
				<verse number="33">Иисус ӑна халӑхран аяккалла илсе кайнӑ та Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ, унтан сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ;</verse>
				<verse number="34">вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та: еффафа?! тенӗ, «еффафа?» тени «уҫӑл» тени пулать.</verse>
				<verse number="35">Ҫав самантрах лешӗн хӑлхи те уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланни те иртсе кайнӑ, вӑл ӗнтӗ уҫӑмлӑн калаҫа пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="36">Иисус вӗсене ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман. Анчах Вӑл вӗсене темӗн чухлӗ чарсан та, лешӗсем тата ытларах калаҫса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: ялан ырӑ тӑвать — хӑлхасӑррисене илтекен, чӗлхесӗррисене калаҫакан тӑвать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫав кунсенче пӗррехинче халӑх питӗ нумай пухӑннӑ, вӗсенӗн ҫимелли нимӗн те пулман; Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ:</verse>
				<verse number="2">ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Ман патӑмра, вӗсенӗн ҫимелли нимӗн те ҫук.</verse>
				<verse number="3">Ҫитермесӗрех килӗсене ярсассӑн, ҫул ҫинче халран кайӗҫ: хӑшӗ-пӗри аякран килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: кунта пушхирте вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан тупмалла, кам тупӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл вӗсенчен: сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур? тесе ыйтнӑ. Вӗсем: ҫиччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вара Иисус халӑха ҫӗре ларма хушнӑ; унтан ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та, вӗсене халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа, вӗренекенӗсене панӑ; лешӗсем халӑха валеҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсенӗн кӑштах вӗтӗ пулӑ та пулнӑ: Вӑл пилленӗ те ӑна та валеҫсе пама хушнӑ.</verse>
				<verse number="8">Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫиекенӗсем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Вара вӗсене килӗсене ӑсатнӑ.</verse>
				<verse number="10">Унтан ҫийӗнчех вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="11">Фарисейсем тухнӑ та Унпа тавлаша пуҫланӑ; вӗсем, Ӑна сӑнас тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="12">Иисус ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ҫак ӑрӑва хӑват пулмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара вӗсене хӑварса каллех кимӗ ҫине ларнӑ та тепӗр енне кайма тухнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем ҫӑкӑр илме маннӑ, кимӗ ҫинче вӗсен пурӗ те пӗр ҫӑкӑр анчах пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл вӗсене вӗрентсе каланӑ: астӑвӑр, Иродпа фарисейсен кӑвас чустинчен сыхланӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: ку ӗнтӗ пирӗн ҫӑкӑр ҫуккине пӗлтерет, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иисус вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсе вӗсене ҫапла калать: мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр? Халӗ те пӗлсе, ӑнланса илейместӗр-и? Халӗ те хытӑ чӗреллӗ-и эсир?</verse>
				<verse number="18">Куҫлӑ пулин те курмастӑр-и? хӑлхаллӑ пулин те илтместӗр-и? астумастӑр-им?</verse>
				<verse number="19">Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫын валли хуҫа-хуҫа парсассӑн, татӑкӗсене миҫе кунтӑ тултартӑр-ха эсир? тет. Вӗсем Ӑна: вуниккӗ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Тата ҫичӗ ҫӑкӑра тӑватӑ пин ҫын валли парсан, юлнӑ татӑкӗсене миҫе пӗрне тултартӑр-ха? тенӗ. Вӗсем: ҫиччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Татах каланӑ вӗсене: епле ӑнланса илейместӗр-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Унтан Вифсаидӑна ҫитеҫҫӗ; Иисус патне пӗр суккӑр ҫынна илсе пыраҫҫӗ те Ӑна ҫавна сӗртӗнме йӑлӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл суккӑра аллинчен тытса ялтан ҫавӑтса тухнӑ та, унӑн куҫӗ ҫине сурса, Хӑй аллине ун ҫине хурса ыйтнӑ: мӗн те пулин куратӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Лешӗ пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынсене куратӑп, вӗсем йывӑҫсем пек, анчах та вӗсем ҫӳреҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл каллех аллипе унӑн куҫне сӗртӗннӗ те ӑна татах пӑхма хушнӑ. Лешӗ тинкерсе пӑхнӑ та — сывалнӑ, пурне те витӗр кура пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="26">Ӑна килне янӑ чухне ҫапла каланӑ: яла ан кӗр, никама та каласа ан пар, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Филипп Кесарийӗ ҫӗрӗнчи ял-хуласене кайнӑ. Ҫул ҫинче Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: ҫынсем Мана кам вырӑнне хураҫҫӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем ҫапла хуравланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем — Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата пророксенчен пӗри пулӗ теҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл вӗсене ҫапла калать: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тет. Петр Ӑна: Эсӗ — Христос, тет.</verse>
				<verse number="30">Иисус вӗсене Хӑй ҫинчен никама та калама хушман.</verse>
				<verse number="31">Унтан Вӑл вӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗренте пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫакӑн ҫинчен Вӑл уҫҫӑнах каланӑ. Анчах та Петр Ӑна, аяккарах чӗнсе илсе, хирӗҫлеме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="33">Вӑл вара вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса пӑхнӑ та Петра чарса лартса каланӑ: кай ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Турра кирли ҫинчен шухӑшламастӑн, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Унтан вӗренекенӗсене тата халӑха чӗнсе илсе каланӑ: || Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр.</verse>
				<verse number="35">Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн, Ырӑ Хыпаршӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="36">Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса хӑй чунне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ?</verse>
				<verse number="37">Ҫын хӑй чунне каялла мӗн тӳлесе илейӗ?</verse>
				<verse number="38">Ҫак аскӑн та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, сӑваплӑ ангелсемпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Тата каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансем хӑшӗ-пӗри Турӑ Патшалӑхӗ хӑватлӑн килнине курмасӑр вилмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Тепӗр ултӑ кунран Иисус Хӑйпе пӗрле Петра, Иакова тата Иоана ҫеҫ илсе ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ; унта Вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех улӑшӑннӑ:</verse>
				<verse number="3">Унӑн тумтирӗ ялтӑртатса тӑракан пулса кайнӑ, вӑл юр пек шап-шурӑ пулнӑ — ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратма пултараймасть.</verse>
				<verse number="4">Вӗсене Илияпа Моисей курӑннӑ; вӗсем Иисуспа калаҫса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: Равви?! кунта лайӑх пире; эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл ӗнтӗ нимӗн калама аптӑранипе ҫапла каласа янӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑраса ӳкнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Пӗр пӗлӗт курӑнса кайнӑ та вӗсене хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт варринчен ҫакнашкал сасӑ илтӗннӗ: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем йӗри-тавралла пӑхкаланӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне хӑйсен патӗнче урӑх никама та курман.</verse>
				<verse number="9">Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем ҫав сӑмаха хӑйсен ӑшӗнче тытса тӑнӑ, анчах пӗр-пӗринчен: «вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен» тени мӗне пӗлтерет-ши вӑл? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="11">Унтан Иисусран ыйтнӑ: епле-ха кӗнекеҫӗсем: «малтан Илия килмелле» теҫҫӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: тӗрӗс, малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла; Этем Ывӑлӗ ҫинчен те Вӑл нумай асапланмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе ҫырман-им?</verse>
				<verse number="13">Анчах ҫапла калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, анчах, ун ҫинчен ҫырнӑ пек, вӗсем ӑна хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ытти вӗренекенӗсем патне пырсассӑн вӗсем тавра темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине тата кӗнекеҫӗсем вӗсемпе тавлашса тӑнине курнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ӑна курсассӑнах пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, ҫынсем Ун патне чупа-чупа пырса саламланӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл кӗнекеҫӗсенчен ыйтнӑ: эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӗнтӗ халӑх хушшинчен пӗри ҫапла хуравланӑ: Вӗрентекен! эпӗ Сан патна чӗлхесӗр тӑвакан усал ернӗ ывӑлӑма илсе килтӗм:</verse>
				<verse number="18">усал ӑна ӑҫта тапӑнать, ҫавӑнта ҫӗре ҫӗклесе ҫапать те, вӑл вара кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, унтан хытсах каять. Эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене ҫав усала хӑваласа кӑларма каларӑм та — вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эх, ӗненмен ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ӑна Ман патӑма илсе килӗр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ачана Ун патне илсе пынӑ. Усал ернӗ ача Иисуса курсассӑнах, усал сывлӑш ӑна чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="21">Иисус унӑн ашшӗнчен ыйтнӑ: вӑл чылайранпа ҫапла-и? тенӗ. Лешӗ каланӑ: мӗн ачаранпах;</verse>
				<verse number="22">усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вут-ҫулӑма та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ; мӗн те пулин тума пултаратӑн пулсан хӗрхенсемччӗ пире, пулӑшсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус каланӑ ӑна: мӗн чухлӗ те пулин ӗненме пултаратӑн пулсан, ӗненекеншӗн пӗтӗмпех пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ача ашшӗ ҫав самантрах кӑшкӑрса ярса куҫҫулӗпе каланӑ: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑм! Ӗненӗвӗм сахал пулсан пулӑшсамччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Иисус, халӑх пухӑннине курса, усал сывлӑша ҫапла каласа чарса лартнӑ: чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш! Хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен, урӑх нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ; ача вилнӗ пек пулнӑ, ӗнтӗ нумайӑшӗ: вӑл вилчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Анчах та Иисус ӑна аллинчен тытса ҫӗкленӗ те, вӑл тӑнӑ.</verse>
				<verse number="28">Иисус пӳрте кӗрсен, Унпа куҫа-куҫӑн юлсан вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: эпир мӗншӗн-ха хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл вӗсене каланӑ: ҫав ӑрӑва нимӗнле те мар, кӗлтунипе те типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Унтан кайсассӑн вӗсем Галилея урлӑ иртсе пынӑ; Иисус ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман,</verse>
				<verse number="31">мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ, каланӑ вӗсене: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Анчах та вӗсем ҫав сӑмахсене ӑнланайман, Хӑйӗнчен ыйтма хӑранӑ.</verse>
				<verse number="33">Капернаума ҫитнӗ; пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн ҫул ҫинче вӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ.</verse>
				<verse number="35">Унтан ларнӑ та вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе каланӑ: кам асли пулас тет, ҫавӑ пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Вара Вӑл пӗр ачана илсе ӑна вӗсен варрине тӑратнӑ та ӑна ыталаса тытса каланӑ вӗсене:</verse>
				<verse number="37">кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканни Мана мар, Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Ҫавӑн чухне Иоанн каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна куртӑмӑр, хӑй пирӗнпе ҫӳремест те, ҫавӑнпа чартӑмӑр эпир ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Иисус каланӑ: ан чарӑр ӑна: Ман ятӑмпа хӑват тӑвакан никам та ҫав хушӑрах Ман ҫинчен усал калаҫас ҫук:</verse>
				<verse number="40">кам сире хирӗҫ мар, ҫавӑ сирӗн майлӑ.</verse>
				<verse number="41">Чӑн калатӑп сире: кам сире, Христос ҫыннисем тесе, Ман ятӑмпа пӗр курка шыв ӗҫтерӗ, ҫавӑ хӑй сӑвапне ҫухатмӗ.</verse>
				<verse number="42">Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="43">Сана аллу илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе хӑрах аллупа кӗни аванрах саншӑн —</verse>
				<verse number="44">тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.</verse>
				<verse number="45">Сана уру илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе уксаххӑн кӗни аванрах пулӗ саншӑн —</verse>
				<verse number="46">тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.</verse>
				<verse number="47">Сана куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне кӗриччен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫпа кӗни аванрах пулӗ саншӑн —</verse>
				<verse number="48">тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.</verse>
				<verse number="49">Кирек кам та вутпа тӑварланать, кирек епле парнене те тӑварпа тӑварлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="50">Тӑвар вӑл — ырӑ япала; анчах тӑвар тӑварлӑ пулмасан, эсир ӑна епле тутӑ кӗртӗр? Сирӗн ӑшӑрта тӑвар пултӑр, пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ пултӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Унтан кайсассӑн Иудея ҫӗрне, Иордан леш енне, ҫитет. Ун патне каллех халӑх пуҫтарӑнать; яланхи пекех, Вӑл каллех вӗсене вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="2">Фарисейсем пынӑ та, Ӑна сӑнас тесе, ыйтнӑ Унран: упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Моисей мӗнле йӗрке панӑ сире? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем каланӑ: уйӑрнине кӑтартакан ҫыру парсассӑн Моисей уйӑрма ирӗк панӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: вӑл сире ҫав ӳкӗте хӑвӑр хытӑ чӗреллӗ пулнӑран ҫырса панӑ.</verse>
				<verse number="6">Чӑн малтанах, тӗнчене пултарнӑ чухне, Турӑ арҫынпа хӗрарӑма пултарнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те</verse>
				<verse number="8">арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ; ҫапла ӗнтӗ вӗсем — иккӗн мар, пӗр ӳт.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа та Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗренекенӗсем Унран пӳртре те каллех ҫавӑн ҫинчен ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл вӗсене каланӑ: || кам хӑй арӑмне уйӑрса ярса урӑх арӑм илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ тӑвать;</verse>
				<verse number="12">арӑм та, хӑй упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑх ҫынна качча кайсан, аскӑн ӗҫ тӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе, Ун патне ачасене илсе пынӑ; анчах та вӗренекенӗсем ача илсе пыракансене ҫывӑха та яман.</verse>
				<verse number="14">Ҫавна курсассӑн Иисус тарӑхса каланӑ вӗсене: ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — ҫавӑн пеккисемшӗн.</verse>
				<verse number="15">Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Унтан ачасене ыталаса, вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Иисус каланӑ ӑна: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар.</verse>
				<verse number="19">Ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан; ан вӗлер; ан вӑрла; суя ан кӳнтеле; ан хурла; аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Лешӗ вара Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Вӗрентекен! эпӗ ҫакна пурне те ачаранпах туса тӑратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Иисус ун ҫине пӑхса, ӑна юратса каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: кай та мӗнпур пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Лешӗ вара ҫак сӑмахсене пула пӑшӑрханса, салхуллӑн пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Иисус ӗнтӗ, йӗри-тавралла пӑхса илсе, Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: || пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн! тет. Ҫак сӑмахсем вӗренекенӗсене хӑратсах пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="24">Анчах Иисус вӗсене каллех ҫапла калать: ачамсем! пурлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн!</verse>
				<verse number="25">Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем, тӗлӗнсе кайса, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: кам ҫӑлӑнма пултарӗ апла? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Иисус вӗсем ҫине пӑхса илнӗ те ҫапла калать: этем ӑна тума пултараймасть, Турӑ — тӑвать, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пурне те пултарать, тет.</verse>
				<verse number="28">Вара Ӑна Петр кала пуҫланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: кам та кам Маншӑн тата Евангелишӗн кил-ҫуртне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне пӑрахса хӑварать,</verse>
				<verse number="30">ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах, кил-ҫуртне те, тӑванӗсене те, ашшӗне те, амӑшне те, ачисене те, уй-хирне те ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.</verse>
				<verse number="31">Малтисем нумайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫул ҫинче, Иерусалималла улӑхнӑ чухне, Иисус ӗнтӗ вӗренекенӗсен умӗнчен утса пынӑ, лешӗсем сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсемпе пӗрле пыракансем те питӗ хӑранӑ. || Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен кала пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="33">акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна сут туса вӗлерме йышӑнӗҫ те суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ,</verse>
				<verse number="34">Ӑна мӑшкӑллӗҫ, хӗнӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн пынӑ та ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сана хамӑр ыйтассине тутарасшӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Мана хӑвӑршӑн мӗн тутарасшӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вӗсем Ӑна каланӑ: Эсӗ, мухтавлӑ вырӑнна ларсассӑн, пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лармалла тусамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Иисус каланӑ вӗсене: хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫме, Эпӗ куракан асапа тӳсме пултарайӑр-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Лешӗсем: пултаратпӑр, тенӗ. Иисус вара каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ куракан асапа та тӳсӗр,</verse>
				<verse number="40">анчах Хамӑн сылтӑм енӗмпе сулахай енӗме лартасси Манран килмест, кам валли хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑ ларӗ унта, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Ҫакна илтсессӗн ытти вуннӑшӗ Иаковпа Иоана ҫилленнӗ.</verse>
				<verse number="42">Иисус вӗсене чӗнсе илсе ҫапла калать: эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем шутланакансем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, улпучӗсем вӗсене хӑйсен аллинче тытаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="43">Анчах сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: сирӗн хушшӑрта кам асли пулас тет, ҫавӑ сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр;</verse>
				<verse number="44">сирӗн хушшӑрта кам малти пулас тет, ҫавӑ пуриншӗн те чура пултӑр.</verse>
				<verse number="45">Этем Ывӑлӗ те Хӑйне пулӑштарасшӑн килмен, Хӑй пулӑшасшӑн, нумайӑшне ҫӑласшӑн Хӑй чунне пама килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Иерихона ҫитеҫҫӗ. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе, йышлӑ халӑхпа Иерихонран тухнӑ чухне пӗр суккӑр ҫын, Тимей ывӑлӗ Вартимей, ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ.</verse>
				<verse number="47">Ку Назарет Иисусӗ тенине илтсен вӑл: эй Давид Ывӑлӗ Иисус! хӗрхенсем мана, тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="48">Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ; анчах вӑл: эй Давид Ывӑлӗ! хӗрхенсем мана, тесе тата хытӑрах кӑшкӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="49">Иисус чарӑнса тӑнӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем суккӑра чӗнеҫҫӗ: ан хӑра, тӑр, сана чӗнет, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="50">Лешӗ ӗнтӗ ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ.</verse>
				<verse number="51">Ӑна хуравласа Иисус ҫапла ыйтнӑ: эсӗ Мана хӑвӑншӑн мӗн тутарасшӑн? тенӗ. Суккӑр ҫын Ӑна: Вӗрентекен! манӑн куракан пуласчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="52">Иисус каланӑ ӑна: каях, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ. Лешӗ вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Иерусалим патнелле, Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне маларах ярать,</verse>
				<verse number="2">вӗсене ҫапла калать: ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр; унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр.</verse>
				<verse number="3">Кам та пулин сире: «мӗн тӑватӑр эсир?» тесессӗн, эсир ӑна: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна тӳрех каялла кунта ярӗ» тейӗр, тет.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем кайнӑ та, урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ.</verse>
				<verse number="5">Унта тӑракансем хӑшӗ-пӗри каланӑ вӗсене: мӗн тӑватӑр эсир? ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем Иисус хушнӑ пек хуравланӑ та, лешӗсем вара тытса тӑман вӗсене.</verse>
				<verse number="7">Ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ун ҫине хӑйсен тумтирне сарса хунӑ; Иисус ун ҫине улӑхса ларнӑ.</verse>
				<verse number="8">Нумайӑшӗ хӑйӗн тумтирне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, тепӗрисем тата, йывӑҫ турачӗсем каса-каса илсе, вӗсене ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ.</verse>
				<verse number="9">Умӗнчен пыракансем те, хыҫӗнчен пыракансем те ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!</verse>
				<verse number="10">Давид аттемӗрӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен патшалӑхӗ мухтавлӑ! Осанна! Ҫӳлти Турра мухтав! тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иерусалима кӗрсенех Иисус Турӑ Ҫуртне пынӑ; унта пӗтӗмпе пӑхса ҫаврӑннӑ та каҫ пулнӑран вуникӗ вӗренекенӗпе Вифание кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсассӑн, Унӑн ҫиесси килнӗ;</verse>
				<verse number="13">Вӑл аякранах ҫулҫӑллӑ смоква йывӑҫне асӑрханӑ та, ун ҫинче мӗн те пулин тупаймӑп-и тесе, ун патне пынӑ; анчах та унта пырсассӑн ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупман: смоква ҫимӗҫне пухас вӑхӑт ҫитеймен пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="14">Иисус вара йывӑҫа ҫапла каланӑ: малашне санӑн ҫимӗҫне ӗмӗрне те никамӑн та татса ҫимелле ан пултӑр! тенӗ. Ҫавна Унӑн вӗренекенӗсем те илтнӗ.</verse>
				<verse number="15">Унтан вӗсем Иерусалима пыраҫҫӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ;</verse>
				<verse number="16">Турӑ Ҫурчӗ витӗр япала илсе ҫӳреме чарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Манӑн Ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те тунӑ кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырманччӗ-и-ха? эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавна кӗнекеҫӗсемпе аслӑ священниксем илтнӗ те Ӑна епле те пулин пӗтерме май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн вӗрентӗвӗнчен пӗтӗм халӑх тӗлӗннӗрен вӗсем Унран хӑранӑ.</verse>
				<verse number="19">Каҫ пулсан Вӑл хуларан тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ирхине иртсе пынӑ чухне вӗсем хайхи смоква йывӑҫне курнӑ, йывӑҫӗ тымарӗ таранах типсе ларнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Петр аса илсе Иисуса ҫапла калать: Равви?! пӑх-ха, хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫӗ типсе ларнӑ, тет.</verse>
				<verse number="22">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа калать:</verse>
				<verse number="23">Турра ӗненӗр. Чӑн калатӑп сире: кам та пулин ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен, хӑй ӑшӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӑй каланӑ пек пуласса ӗненсен — вӑл кирек мӗн калани те пурӑнӑҫланать.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлӗре кирек мӗн ыйтсассӑн та ҫавна илессине ӗненӗр — вара илетӗрех.</verse>
				<verse number="25">Кама та пулин ҫилленнӗ пулсан, кӗлӗре тӑнӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр, вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.</verse>
				<verse number="26">Хӑвӑр каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсем каллех Иерусалима пынӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та</verse>
				<verse number="28">Унран: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ҫапла тума Сана кам ирӗк панӑ? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="29">Иисус вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, каласа парӑр Мана, вара Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине калӑп.</verse>
				<verse number="30">Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни тӳперен пулнӑ-и, этемрен-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Лешӗсем ӗнтӗ пӗр-пӗринпе канашланӑ: «тӳперен» тесен, Вӑл: «апла пулсан эсир ӑна мӗншӗн ӗненмерӗр?» тейӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">«Этемрен» теме халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн Иоана пурте чӑн пророк тесе хисепленӗ.</verse>
				<verse number="33">Вара Иисуса ҫапла хуравласа каланӑ: пӗлместпӗр, тенӗ. Иисус ӗнтӗ вӗсене ҫапла хуравланӑ: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Унтан вӗсене ытарӑшсем калама пуҫланӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта юхтаркӑч чавса тунӑ, пашне туса лартнӑ, унтан ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн тарҫине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ.</verse>
				<verse number="3">Лешӗсем ӑна тытнӑ та хӗнесе пӗтерсе пушӑ алӑпах кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара ҫав ҫын вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ; вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, хур туса янӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр тарҫине янӑ — ӑна вӗлернӗ; ыттисене те нумайӑшне е хӗненӗ, е вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="6">Унӑн пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ; ывӑлӑмран вӑтанӗҫ тесе вӑл юлашкинчен вӗсем патне ӑна янӑ.</verse>
				<verse number="7">Анчах та пахчаҫӑсем пӗр-пӗрне каланӑ: еткерҫӗ ку; атьӑр ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара вӗсем ӑна ярса тытса вӗлернӗ те иҫӗм ҫырли пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Килӗ те пахчаҫӑсене тытса вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ.</verse>
				<verse number="10">Эсир Турӑ ҫырӑвӗнче: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ:</verse>
				<verse number="11">ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ» тенине вуламан-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем ҫав ытарӑша хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна тытма тӑрӑшнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ; вара вӗсем Ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем Иисус каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе Ун патне хӑш-пӗр фарисейсене тата Ирод ҫыннисене янӑ.</verse>
				<verse number="14">Лешӗсем пыраҫҫӗ те Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн. Кесаре куланай пама тивӗҫлӗ-и, тивӗҫлӗ мар-и? ӑна пирӗн парас-и, парас мар-и? теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Иисус вӗсен икӗпитлӗхне пӗлсе каланӑ вӗсене: мӗншӗн сӑнатӑр Мана? Динари илсе килсе кӑтартӑр-ха Мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Лешӗсем илсе пынӑ. Вӑл вӗсене ҫапла калать: ку кам сӑнӗ, кунта кам ятне ҫырнӑ? тет. Вӗсем Ӑна: кесарӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тенӗ. Ӗнтӗ Унран тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="18">Унтан Иисус патне саддукейсем — вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненменскерсем — пынӑ, Унран ҫапла ыйтнӑ:</verse>
				<verse number="19">Вӗрентекен! Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫиччӗн пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те вилчӗ, ачи-пӑчи юлмарӗ.</verse>
				<verse number="21">Вара ҫав арӑма иккӗмӗшӗ качча илчӗ; вӑл та вилчӗ, унран та ача-пӑча юлмарӗ; виҫҫӗмӗшӗ те ҫаплах пулчӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫав арӑма ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ, ача-пӑча юлмарӗ. Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ.</verse>
				<verse number="23">Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлес вӑхӑтра чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? вӑл ҫиччӗшӗн арӑмӗ те пулнӑччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эсир Ҫырӑва та, Турӑ хӑватне те пӗлменнипе аташатӑр-ши?</verse>
				<verse number="25">Чӗрӗлсе тӑнисем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, тӳпери ангелсем пек пулӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Моисей кӗнекинче, ҫунакан тӗм ҫинчен каланӑ тӗлте Турӑ ӑна мӗн каланине — «Эпӗ Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине — вуламан-им эсир?</verse>
				<verse number="27">Турӑ Вӑл — вилнисен Турри мар, чӗррисенӗн Турри. Ҫапла ӗнтӗ эсир питӗ аташатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Кӗнекеҫӗсенчен пӗри вӗсем тавлашнине курнӑ та, Иисус вӗсене хирӗҫ аван каланине илтсе, Унран пырса ыйтнӑ: ӳкӗтсенчен чи асли хӑшӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пур ӳкӗтрен те чи асли ҫакӑ: «эй Израиль, итле! Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр;</verse>
				<verse number="30">хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» — ҫакӑ чи аслӑ ӳкӗт!</verse>
				<verse number="31">Иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». Ҫаксенчен аслӑрах ӳкӗт ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Кӗнекеҫӗ каланӑ Ӑна: ҫапла ҫав, Вӗрентекен! Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн;</verse>
				<verse number="33">Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑстӑнпа, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хӑвна ху юратнӑ пек юратни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ пур парнерен те, ытти парнесенчен те пахарах, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӑл ҫапла ӑслӑ хуравланине илтсессӗн Иисус ӑна: эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар, тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӗнтӗ Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.</verse>
				<verse number="35">Иисус каллех Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе каланӑ: епле-ха кӗнекеҫӗсем Христоса Давид ывӑлӗ теҫҫӗ?</verse>
				<verse number="36">Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланнӑ Давид хӑй ҫапла каланӑ-ҫке: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар, тенӗ».</verse>
				<verse number="37">Ҫапла Давид хӑй Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, епле-ха Христос унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ. Темӗн чухлӗ халӑх Ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан итлесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="38">Вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене тата ҫапла каланӑ: кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="39">синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫавсем — тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑвакансем, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑвакансем — питӗ пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хирӗҫ ларнӑ та халӑх ҫав арчана укҫа янине сӑнаса ларнӑ. Пуяннисем чылайӑшӗ нумай хунӑ.</verse>
				<verse number="42">Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм пынӑ та икӗ вак укҫа хунӑ, ку ӗнтӗ пӗр кодрантпа танлашнӑ.</verse>
				<verse number="43">Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм арчана укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ:</verse>
				<verse number="44">ыттисем пурте ытлашшине хучӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне вӗренекенӗсенчен пӗри Ӑна ҫапла калать: Вӗрентекен! кур-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех! тет.</verse>
				<verse number="2">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак пысӑк ҫуртсене куратӑн-и? ҫакна пурне те аркатӗҫ, тӗппипех ишсе тӑкӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ларнӑ чухне Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ:</verse>
				<verse number="4">каласамччӗ пире: ку хӑҫан пулӗ? ҫакӑ хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсене хуравласа Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр:</verse>
				<verse number="6">нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «Вӑл — эпӗ» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: ҫакӑ пӗтӗмпех пулмалла вӑл; анчах ку — вӗҫӗ мар-ха.</verse>
				<verse number="8">Халӑх ҫине — халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пулӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ. Ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха.</verse>
				<verse number="9">Эсир вара сыхӑ пулӑр: сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ; Ман пирки сире тӳресемпе патшасен умне Ман ҫинчен вӗсен умӗнче кӳнтелеме тӑратӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Анчах та малтан пур халӑхсен хушшине те Евангели сарӑлса ҫитмелле.</verse>
				<verse number="11">Хӑвӑра сута пама тытса кайнӑ чухне эсир мӗн каласси пирки малтанах шухӑшласа ан хурӑр, ан пӑшӑрханӑр; ҫав сехетре хӑвӑра мӗн пӗлтернине калӑр: мӗншӗн тесессӗн эсир мар, Таса Сывлӑш каласа тӑрӗ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерттерӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитичченех тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ.</verse>
				<verse number="14">Даниил пророк каланӑ пек, ирсӗрлӗх пулмалла мар вырӑнта йӗрӗнчӗк тӑнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр;</verse>
				<verse number="15">ҫурт тӑрринчи ҫын ҫӗре ан антӑр, пӗр-пӗр япала илес тесе пӳртне ан кӗтӗр;</verse>
				<verse number="16">хирти ҫын та хӑй тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.</verse>
				<verse number="17">Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче хуйхӑ пулӗ!</verse>
				<verse number="18">Хӑвӑр тарасси хӗлле ан пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр.</verse>
				<verse number="19">Ҫав кунсенче хӑрушӑ асап пулӗ, унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа ҫав кунсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ; анчах Хӑйӗннисемшӗн, Хӑй суйласа илнисемшӗн, Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн чухне сире кам та пулин: «Христос акӑ кунта» е: «авӑ унта» тесессӗн, ан ӗненӗр.</verse>
				<verse number="22">Ӗнтӗ суя христоссем, суя пророксем килӗҫ, май пулсан суйланисене те илӗртсе улталас тесе, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Эсир вара сыхӑ пулӑр. Акӑ Эпӗ ӗнтӗ сире пурне те малтанах каласа хутӑм.</verse>
				<verse number="24">Ҫав кунсенче, ҫав асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та хӑй ҫутине кӑтартмӗ,</verse>
				<verse number="25">тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Вара пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн та мухтавлӑн килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те Хӑй суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен — ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех — пуҫтарӗ.</verse>
				<verse number="28">Эсир смоква йывӑҫӗнчен ӑнкарса илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑхарнине пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="29">Ҫавӑн пекех, мӗн калани пурӑнӑҫланма пуҫланине курсассӑн пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.</verse>
				<verse number="30">Чӑн калатӑп сире: ку пӗтӗмпе ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ.</verse>
				<verse number="31">Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Ҫав кун ҫинчен е ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем ҫеҫ пӗлет.</verse>
				<verse number="33">Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр.</verse>
				<verse number="34">Ку вӑл — ҫула кайнӑ чухне хӑйӗн кил-ҫуртне тарҫисене шанса хӑварнӑ, вӗсене кашнине ӗҫ хушса тата хапха хуралҫине сыхӑ тӑма каласа хӑварнӑ ҫын тунӑ евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="35">Ҫапла ӗнтӗ сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр;</verse>
				<verse number="36">вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ.</verse>
				<verse number="37">Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Пасха уявӗпе тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитиччен тата икӗ кун юлнӑ; аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ;</verse>
				<verse number="2">вӗсем ӗнтӗ: анчах уяв вӑхӑтӗнче тытас мар, халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче апат ҫисе ларнӑ чухне пӗр хӗрарӑм алаватсӑр савӑтпа хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен тунӑ мирӑ илсе пынӑ; савӑтне ҫӗмӗрсе ҫӑвне Ун пуҫӗ ҫине юхтарнӑ.</verse>
				<verse number="4">Хӑшӗ-пӗрисем, тарӑхса, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: мӗне кирлӗччӗ ку мирӑна сая яма?</verse>
				<verse number="5">ӑна виҫҫӗр динарирен те хаклӑрах сутса, укҫине кӗлмӗҫсене пама пулатчӗ, тенӗ. Вӗсем хӗрарӑма хытах ӳпкеленӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисус вӗсене каланӑ: ан тивӗр ӑна; ӑна мӗншӗн кӳрентеретӗр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ.</verse>
				<verse number="7">Кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, кӑмӑлӑр пулсан вӗсене эсир кирек хӑҫан та ырӑ тума пултаратӑр; Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук.</verse>
				<verse number="8">Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Манӑн Ӳтӗме пытармашкӑн малтанах ҫу сӗрсе хучӗ.</verse>
				<verse number="9">Чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчере, кирек ӑҫта вӗрентсессӗн те, пур ҫӗрте те ҫак хӗрарӑма асӑнса вӑл мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда Искариот, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас тесе, вӗсем патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Лешӗсем ҫавна илтсессӗн хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна кӗмӗл укҫа пама пулнӑ. Вӑл вара Ӑна епле те пулин тытса парас тесе меллӗ самант шыранӑ.</verse>
				<verse number="12">Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха путекки пусакан вӑхӑтра, вӗренекенӗсем калаҫҫӗ Ӑна: Эсӗ пасха ӑҫта ҫиес тетӗн? эпир кайса хатӗрлӗпӗр, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне ҫапла каласа ярать: хулана кайӑр; унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; эсир ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр,</verse>
				<verse number="14">вӑл ӑҫта кӗрӗ, ҫав ҫурт хуҫине калӑр эсир: «Вӗрентекен: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта? тет», тейӗр.</verse>
				<verse number="15">Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Унӑн вӗренекенӗсем кайнӑ, хулана ҫитнӗ, пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулнӑ; вара пасха хатӗрлесе хунӑ.</verse>
				<verse number="17">Каҫ пулсассӑн Вӑл унта вуникӗ вӗренекенӗпе пӗрле пырать.</verse>
				<verse number="18">Ҫисе ларнӑ чухне Иисус каланӑ: чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенӗ, Мана тытса парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем салхуланса кайса пӗрин хыҫҫӑн тепӗри Унран ыйта пуҫланӑ: эпӗ мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: вуниксӗртен пӗри, Манпа пӗрле тирӗкрен пуҫаканни.</verse>
				<verse number="21">Этем Ывӑлӗ ӗнтӗ, Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пек, Хӑйӗн ҫулӗпех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр; ку — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене панӑ; ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара вӗсене каланӑ: ку — Манӑн Юнӑм, ҫӗнӗ халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Юнӑм.</verse>
				<verse number="25">Чӑн калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Унтан мухтав юрри юрласа Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="28">Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен маларах пулӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Петр каланӑ Ӑна: пурте улталансан та, эпӗ улталанмӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Иисус вара ӑна ҫапла калать: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗрех, автан икӗ хут авӑтиччен, эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Петр ҫине тӑрсах каланӑ: Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунассӑм ҫук, тенӗ. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.</verse>
				<verse number="32">Вӗсем Гефсимани теекен вырӑна пыраҫҫӗ; Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: Эпӗ кӗлтӑвиччен ҫакӑнта ларӑр-ха, тет.</verse>
				<verse number="33">Хӑйпе пӗрле Петра, Иакова тата Иоана илсе каять; унта тӗмсӗлсе, тертленсе хуйхӑра пуҫлать.</verse>
				<verse number="34">Вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.</verse>
				<verse number="35">Унтан кӑшт аяккалла пӑрӑннӑ та май пулсан ҫак сехет Хӑйӗнчен иртинччӗ тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ;</verse>
				<verse number="36">ҫапла каланӑ: эй Авва, эй Аттемӗм! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн; ҫак куркана Манран ирттерсе ярсамччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тени мар, Эсӗ тӑвас тени пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Унтан каялла пырать те вӗренекенӗсем ҫывӑрнине курать, вара Петра ҫапла калать: Симон! эсӗ ҫывӑратӑн-и? пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗн-и?</verse>
				<verse number="38">Сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет.</verse>
				<verse number="39">Унтан каллех аяккалла пӑрӑнса ҫав сӑмахах каласа кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="40">Каялла пырсан каллех Вӑл лешӗсем ҫывӑрнине курнӑ: вӗсене ыйхӑ пусса ҫитернӗ, ӗнтӗ вӗсем Ӑна нимӗн калама та пӗлмен.</verse>
				<verse number="41">Виҫҫӗмӗш хут пырать, калать вӗсене: эсир халӗ те ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ҫитӗ! Вӑхӑт ҫитрӗ: ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ.</verse>
				<verse number="42">Тӑрӑр, каяр; акӑ Мана тытса паракан ҫывӑхарчӗ, тет.</verse>
				<verse number="43">Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле аслӑ священниксем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем янӑ темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, шалчасемпе пырса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="44">Ӑна тытса параканӗ вӗсене ҫавнашкал паллӑ пама пулнӑ: эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ; вара ярса тытӑр та Ӑна, шанчӑклӑ хуралпа илсе кайӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Ҫитсессӗнех вӑл Иисус патне пынӑ та: Равви?! тесе Ӑна чуптунӑ.</verse>
				<verse number="46">Вара Ун ҫине алӑ хурса Ӑна ярса тытнӑ.</verse>
				<verse number="47">Ҫавӑнта тӑракансенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ.</verse>
				<verse number="48">Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ.</verse>
				<verse number="49">Эпӗ куллен сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнчеччӗ, сире вӗрентеттӗм, эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ӗнтӗ ҫырни вырӑна килтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Ҫавӑн чухне Ӑна пурте пӑрахса тарнӑ.</verse>
				<verse number="51">Пӗр яш ача, ҫара ӳчӗ ҫинченех витӗнчӗк пӗркеннӗскер, Иисус хыҫӗнчен пынӑ; ӑна салтаксем ярса тытнӑ.</verse>
				<verse number="52">Вӑл вара, витӗнчӗкне вӗсен аллинче хӑварса, ҫарамассӑнах тарнӑ.</verse>
				<verse number="53">Иисуса аслӑ священник патне илсе пынӑ; ҫавӑнта пур аслӑ священниксем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="54">Петр аслӑ священник картишне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; ҫитсессӗн тарҫӑсемпе пӗрле вут умӗнче ӑшӑнса ларнӑ.</verse>
				<verse number="55">Аслӑ священниксемпе пӗтӗм синедрион Иисуса вӗлерттерме сӑлтав тупасшӑн Ун ҫинчен кӳнтелекене шыранӑ, анчах тупайман.</verse>
				<verse number="56">Ун ҫинчен нумайӑшӗ суя кӳнтеленӗ, анчах вӗсем кӳнтелени ҫителӗклӗ пулман.</verse>
				<verse number="57">Хӑшӗ-пӗри ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ кӳнтелесе ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="58">Вӑл: «этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑп та виҫӗ кунран урӑххине, алӑпа туманнине, туса лартӑп» тесе каланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="59">Анчах ҫапла кӳнтелени те ҫителӗклӗ пулман.</verse>
				<verse number="60">Вара аслӑ священник, вӑта ҫӗре тӑрса, Иисусран ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн Эсӗ хирӗҫ нимӗн те каламастӑн? Хӑвна айӑпланине хирӗҫ нимӗн те калаймастӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="61">Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйтнӑ Унран, Ӑна ҫапла каланӑ: Эсӗ Христос-и, Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="62">Иисус каланӑ: Эпӗ; акӑ эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине курӑр, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="63">Аслӑ священник вара ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: тата мӗнле кӳнтеленсем кирлӗ пире?</verse>
				<verse number="64">Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! эсир мӗн калатӑр? тенӗ. Вӗсем вара пурте: Вӑл айӑплӑ, Ӑна вӗлермелле, тенӗ.</verse>
				<verse number="65">Хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ Ун ҫине сура пуҫланӑ, Унӑн питне хупласа, Ӑна ҫупа-ҫупа ярса: кала-ха — кам ҫапрӗ? тенӗ. Ӑна тарҫӑсем те хӗненӗ.</verse>
				<verse number="66">Петр картишӗнче аялта пулнӑ чухне аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ та,</verse>
				<verse number="67">Петр вут умӗнче ӑшӑнса ларнине курсассӑн, ун ҫине тинкерсе пӑхса: эсӗ те Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="68">Петр туннӑ: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, ӑнланаймастӑп, тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ; ҫав вӑхӑтра автан авӑтса янӑ.</verse>
				<verse number="69">Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна каллех курнӑ та ҫавӑнта тӑракансене: ку — ҫавсен ушкӑнӗнчиех, тенӗ.</verse>
				<verse number="70">Петр каллех туннӑ. Кӑштахран ҫавӑнта тӑракансем Петра каллех ҫапла каланӑ: эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнчиех; эсӗ Галилея ҫынни, санӑн калаҫни те вӗсенӗнни майлах, тенӗ.</verse>
				<verse number="71">Вӑл вара ҫине тӑрсах тупа тӑва пуҫланӑ: эсир калакан Ҫынна эпӗ палламастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="72">Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине, «автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха, аса илнӗ те йӗрсе янӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Ирхине ирех аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем, кӗнекеҫӗсем тата пӗтӗм синедрион хӑвӑртрах пӗрле пухӑнса канаш тунӑ та Иисуса ҫыхса Пилат аллине илсе пырса панӑ.</verse>
				<verse number="2">Пилат Унран ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ. Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ калатӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Аслӑ священниксем Ӑна нумай тӗлӗшпе айӑпланӑ.</verse>
				<verse number="4">Пилат Унран татах ыйтнӑ: Эсӗ нимӗн те каламастӑн-и? куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав кӑтартаҫҫӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те каламан, ҫавӑнпа Пилат питӗ тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="6">Кашни уяврах вӑл, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне ирӗке кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑн чухне Варавва ятлӑ пӗр ҫын пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗшӗн хӑйӗн каварҫисемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Халӑх Пилат патне пынӑ та ӑна хӑйсемшӗн яланах тунине тутарасшӑн кӑшкӑрса ыйта пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл вӗсене хуравласа каланӑ: сире Иудея Патшине кӑларса парам-и? тенӗ:</verse>
				<verse number="10">вӑл ӗнтӗ аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="11">Анчах та аслӑ священниксем халӑха Иисуса мар, Вараввӑна кӑларттарма хӗтӗртнӗ.</verse>
				<verse number="12">Пилат вӗсенчен тата тепӗр хут ыйтнӑ: апла хӑвӑр Иудея Патши теекеннине эсир мӗн тума хушатӑр мана? тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем каллех: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="14">Пилат вӗсене: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ. Лешӗсем тата хытӑрах: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларнӑ, Иисуса, хӗнеттерсе, хӗрес ҫумне пӑталама хушнӑ.</verse>
				<verse number="16">Салтаксем Ӑна шалти картишне, претори теекен вырӑна, илсе кайнӑ; унта пӗтӗм ҫар ушкӑнне пухнӑ;</verse>
				<verse number="17">Ӑна хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, пуҫне йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса тӑхӑнтартнӑ;</verse>
				<verse number="18">унтан Ӑна хисепленӗ пек туса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе саламлама пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="19">Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапнӑ, Ун ҫине сурнӑ, чӗркуҫленсе лара-лара Ӑна пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иисусран ҫапла мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑй тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="21">Хиртен таврӑнакан пӗр ҫынна — Киринея ҫыннине Симона, Александрпа Руф ашшӗне — Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма хушнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ӑна Голгофа теекен вырӑна, — ку вӑл «Пуҫ тӳпи» тени пулать, — илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="23">Ӑна смирнӑпа хутӑштарнӑ эрех ӗҫме панӑ; Вӑл ӗҫмен.</verse>
				<verse number="24">Ӑна пӑталакансем Унӑн тумтирне, кама мӗн тивӗ тесе, хӑйсем хушшинче шӑпа ярса валеҫнӗ.</verse>
				<verse number="25">Ӑна пӑталанӑ чухне виҫҫӗмӗш сехет пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырни пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне — сулахай енне.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни вырӑна килнӗ.</verse>
				<verse number="29">Иртсе ҫӳрекенсем пуҫне сулла-сулла Ӑна хурланӑ: э! Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартакан!</verse>
				<verse number="30">Хӑвна Ху ҫӑл, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те Унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть!</verse>
				<verse number="32">Христос, Израиль Патши, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, эпир курар, вара ӗненӗпӗр Ӑна, тенӗ. Унпа пӗрле пӑталанисем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ.</verse>
				<verse number="33">Улттӑмӗш сехетре пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ, ҫакӑ тӑххӑрмӗш сехете ҫитиччен тӑсӑлнӑ.</verse>
				<verse number="34">Тӑххӑрмӗш сехетре Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Элои?! Элои?! ламма? савахфани?? тенӗ; ку вӑл: «эй Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.</verse>
				<verse number="35">Унта тӑракансем хӑшӗ-пӗри ҫавна илтсессӗн: акӑ Илияна чӗнет, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Пӗри тата чупса кайнӑ та, сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме парса каланӑ: чимӗр-ха, пӑхса тӑрар, Илия Ӑна антарма килмӗ-и, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Иисус ӗнтӗ хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.</verse>
				<verse number="38">Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ.</verse>
				<verse number="39">Иисуса хирӗҫех тӑракан ҫӗрпӳ Иисус ҫапла кӑшкӑрса янине, Унӑн сывлӑшӗ тухнине курсассӑн каланӑ: Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫавӑнта хӗрарӑмсем те пулнӑ; вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ; вӗсен хушшинче Мария Магдалина, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Саломия пулнӑ —</verse>
				<verse number="41">вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ; тата Унпа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="42">Ку вӑл эрнекун каҫхине, шӑматкуна хатӗрленмелли вӑхӑт ҫитсессӗн, пулнӑ,</verse>
				<verse number="43">Аримафея хулин ҫынни Иосиф — иудейсен канашӗнчи хисеплӗ ҫын, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер — Пилат патне кӗрсе Иисус Ӳтне ыйтма хӑйнӑ.</verse>
				<verse number="44">Иисус вилнӗ ӗнтӗ тенине илтсен, Пилат тӗлӗннӗ; вара ҫӗрпӗве чӗнсе илсе ыйтнӑ унран: вилни нумай пулать-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Ҫӗрпӳрен те ҫакна пӗлсессӗн, Иисус Ӳтне Иосифа панӑ.</verse>
				<verse number="46">Иосиф вара шурӑ пир туянса, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ тупӑклӑха хунӑ; тупӑклӑх анине чулпа хупласа хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="47">Мария Магдалинӑпа Иосия Марийӗ Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Шӑматкун иртсессӗн Мария Магдалина, Иаков Марийӗ тата Саломия ӗнтӗ Иисусӑн Ӳтне сӗрме каймашкӑн ырӑ шӑршӑллӑ ҫу туяннӑ.</verse>
				<verse number="2">Эрненӗн малтанхи кунӗнче, ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне каяҫҫӗ;</verse>
				<verse number="3">хӑйсем хушшинче: пире тупӑклӑх умӗнчи чула кам йӑвантарса парӗ-ши? тесе калаҫса пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="4">Пӑхаҫҫӗ те — курах каяҫҫӗ: чула куҫарса хунӑ; чулӗ вара питӗ пысӑк пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Тупӑклӑха кӗрсессӗн вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ача ларнине курнӑ та хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр. Эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр; Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ, кунта ҫук Вӑл. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн.</verse>
				<verse number="7">Эсир кайӑр та Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра ҫапла калӑр: Вӑл Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӗ; Хӑй каланӑ пек, эсир Ӑна ҫавӑнта курӑр тесе калӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара вӗсем тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ; хӑйсем ӗнтӗ сехӗрленсех ӳкнӗ, ҫав тери хӑранипе никама та нимӗн те каламан.</verse>
				<verse number="9">Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Мария Магдалинӑна курӑннӑ; Вӑл унччен ун ӑшӗнчен ҫичӗ усал хӑваласа кӑларнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Мария вара кайнӑ та Иисуспа пӗрле ҫӳренисене — хуҫӑлсах йӗрекенсене — каласа кӑтартнӑ;</verse>
				<verse number="11">анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулни ҫинчен, вӑл Ӑна курни ҫинчен илтсен ӗненмен ӑна.</verse>
				<verse number="12">Кайран Иисус вӗсенчен иккӗшне вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, урӑх сӑнлӑ пулса курӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Лешӗсем вара каялла таврӑннӑ та ҫакна ыттисене пӗлтернӗ; анчах вӗсене те ӗненмен.</verse>
				<verse number="14">Каярахпа вунпӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ; вӗсене Вӑл ӗненменшӗн, хытӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн, Хӑйне чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.</verse>
				<verse number="15">Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та пӗтӗм тӗнче тӑрӑх пур чуна та Евангели ҫинчен вӗрентсе ҫӳрӗр.</verse>
				<verse number="16">Кам ӗненсе тӗне кӗрӗ, ҫавӑ ҫӑлӑнӗ; кам ӗненмӗ, ҫавӑ айӑплӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӗненнисем ҫак хӑватсене тӑвӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ, халиччен пӗлмен чӗлхепе калаҫӗҫ;</verse>
				<verse number="18">ҫӗленсене аллипе тытӗҫ; вӗлерекенни ӗҫсессӗн те, вӗсене сиен пулмӗ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, вӗсем сывалӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫамӑр ҫапла вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӗренекенӗсем вара кайнӑ та пур ҫӗрте те вӗрентсе ҫӳренӗ; Ҫӳлхуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахне ҫирӗплетнӗ. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="42">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ӗнтӗ нумайӑшӗ пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен — Сӑмаха чӑн малтанах куҫа-куҫӑн курса Унӑн ӗҫне ӗҫлекенсем хамӑра мӗн каласа кӑтартнине — ҫыра пуҫларӗҫ,</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, ҫакна пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе тухса, ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса пама шутларӑм:</verse>
				<verse number="4">хӑвна мӗн вӗрентни чӑннипе те тӗрӗс пулнине пӗлсе ҫиттӗр терӗм.</verse>
				<verse number="5">Иудея патши Ирод вӑхӑтӗнче Авий ӑрӑвӗн черетӗнче Захария ятлӑ пӗр священник пулнӑ; унӑн арӑмӗ Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑ, вӑл Елисавета ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем иккӗшӗ те Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулнӑ: Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене пурне те тӗрӗс тытса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсенӗн ача-пӑча пулман: Елисавета ача туман; вӗсем иккӗшӗ те ватӑлса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="8">Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗ йӗркипе Турӑ умӗнче кӗлтунӑ чухне,</verse>
				<verse number="9">священниксен йӑлипе, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ;</verse>
				<verse number="10">вӑл фимиам тӗтӗрнӗ вӑхӑтра тулашӗнче темӗн чухлӗ халӑх кӗлтуса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн чухне ӑна тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗн сылтӑм енче Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Ӑна курсассӑн Захария тӗлӗнсе хӑрасах кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн;</verse>
				<verse number="14">санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ:</verse>
				<verse number="15">вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ;</verse>
				<verse number="16">Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ;</verse>
				<verse number="17">вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Захария Ангела каланӑ: эпӗ ҫакна мӗнрен ӑнласа илӗп-ши? эпӗ ӗнтӗ ватӑ, арӑмӑм та ватӑлса ҫитнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ — Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил, мана санпа калаҫма, сана ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ;</verse>
				<verse number="20">ман сӑмахсене — вӑхӑчӗ ҫитсен вырӑна килес сӑмахсене — ӗненменшӗн акӑ эсӗ ҫав ӗҫ пулас кунччен чӗнейми, калаҫайми пулса пурӑнӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫав хушӑра халӑх Захарийӑна кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="22">Унтан тухсан вӑл халӑха нимӗн калама та пултарайман; ҫынсем вара ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темӗскер курӑннине чухласа илнӗ; вӗсене вӑл аллисемпе кӑтарта-кӑтарта ӑнлантарма тӑрӑшнӑ; ҫапла вӑл чӗлхесӗр пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Кӗлтуса тӑмалли кунӗсем иртсессӗн, вӑл килне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫав кунсем хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ; вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр пурӑннӑ; вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="25">ҫын хурланине ман ҫийӗмрен сиресшӗн ҫак кунсенче Ҫӳлхуҫа ман ҫине хӗрхенсе пӑхса ҫапла турӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Турӑ улттӑмӗш уйӑхра Гавриил ангела Галилейӑри Назарет ятлӑ хулана,</verse>
				<verse number="27">Давид ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ Иосиф ятлӑ ҫын валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ; Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Ангел Ун патне кӗрсен ҫапла каланӑ: эй тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ! тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Ангела курсан, Вӑл ун сӑмахӗнчен тӗлӗнсе ҫапла ырӑ сунни мӗне пӗлтерет-ши? тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="30">Ангел Ӑна каланӑ: ан хӑра, Мария: Эсӗ Турӑран тивлет илтӗн;</verse>
				<verse number="31">акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн.</verse>
				<verse number="32">Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Ҫӳлхуҫа Турӑ Ӑна Давидӑн, ашшӗнӗн, патша пуканне парӗ;</verse>
				<verse number="33">Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Мария ангела каланӑ: ку епле пулӗ? Эпӗ упӑшкама пӗлместӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.</verse>
				<verse number="36">Акӑ ача тумасть теекен Елисавета тӑванун та ватӑлмалӑх кунӗнче ҫие ывӑл ача юлчӗ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ:</verse>
				<verse number="37">Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫланмасӑр юлмасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вара Мария каланӑ: эпӗ — Турӑ чури; эсӗ каланӑ пек пултӑр Мана, тенӗ. Ангел вара Ун патӗнчен кайнӑ.</verse>
				<verse number="39">Ҫав кунсенче Мария ҫула пуҫтарӑннӑ та васкасах сӑртлӑ ҫӗре Иуда хулине тухса кайнӑ;</verse>
				<verse number="40">Захария ҫуртне кӗрсен вӑл Елисаветӑна сывлӑх суннӑ.</verse>
				<verse number="41">Елисавета хӑйне Мария сывлӑх суннине илтсессӗн унӑн варӗнчи ачи тӑпӑлтатса илнӗ; вара Елисавета, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса,</verse>
				<verse number="42">хытӑ сасӑпа каланӑ: Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ! Санран Ҫураласси те мухтавлӑ!</verse>
				<verse number="43">Епле-ха ман патӑма Ҫӳлхуҫамӑн Амӑшӗ килчӗ?</verse>
				<verse number="44">Эсӗ хама сывлӑх суннине илтсенех варӑмри ачам савӑнса тӑпӑлтатса илчӗ.</verse>
				<verse number="45">Хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн калани пурӑнӑҫланасса Ӗненекенскерӗ телейлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать;</verse>
				<verse number="47">Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать:</verse>
				<verse number="48">Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ;</verse>
				<verse number="49">Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ;</verse>
				<verse number="50">Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать;</verse>
				<verse number="51">Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ;</verse>
				<verse number="52">вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ;</verse>
				<verse number="53">выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ;</verse>
				<verse number="54">аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="55"></verse>
				<verse number="56">Елисавета патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнсассӑн, Мария килне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="57">Елисаветӑн ӗнтӗ ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл ывӑл ача ҫуратнӑ.</verse>
				<verse number="58">Кӳршисемпе тӑванӗсем, Ҫӳлхуҫа ӑна ҫав тери пысӑк ырӑлӑх кӑтартни ҫинчен илтсен, унпа пӗрле савӑннӑ.</verse>
				<verse number="59">Саккӑрмӗш кун ачанӑн ӳтне касма пырсассӑн ӑна ашшӗ ячӗпе Захария ятлӑ хурасшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="60">Анчах та ача амӑшӗ: ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хумалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="61">Ӑна ӗнтӗ ҫапла каланӑ: сирӗн йӑхӑрта ун пек ятли никам та ҫук-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="62">Вара ашшӗ ӑна мӗн ятлӑ хурасшӑн-ши тесе, ҫакӑн ҫинчен унран аллисемпе кӑтарта-кӑтарта ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="63">Захария хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «унӑн ячӗ — Иоанн» тесе ҫырса панӑ. Пурте тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="64">Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ та, вӑл Турра мухтама пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="65">Вӗсен таврашӗнче пурӑнакансем пурте хӑраса ӳкнӗ; ӗнтӗ сӑртлӑ Иудея ҫӗрӗнче пур тӗлте те ҫавӑн ҫинчен калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="66">Ҫак хыпара илтнисем пурте ӑна чӗрине хывнӑ та: ку ача кам пулӗ-ши? тенӗ. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулнӑ.</verse>
				<verse number="67">Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ:</verse>
				<verse number="68">Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ;</verse>
				<verse number="69">Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ —</verse>
				<verse number="70">ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ,</verse>
				<verse number="71">пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ;</verse>
				<verse number="72">Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ:</verse>
				<verse number="73"></verse>
				<verse number="74">эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр,</verse>
				<verse number="75">пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.</verse>
				<verse number="76">Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн,</verse>
				<verse number="77">Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн:</verse>
				<verse number="78">Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="79"></verse>
				<verse number="80">Ача ӳссе, сывлӑшӗпе хӑватлӑланса пынӑ; вӑл Израиль халӑхӗ умне тухас кун ҫитиччен пушхирте пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫав кунсенче Август кесарь пӗтӗм ҫӗрӗ ҫинчи халӑха шута илсе ҫырса тухма хушнӑ.</verse>
				<verse number="2">Халӑха ҫапла шута илесси пӗрремӗш хут пулнӑ, ку Сири ҫӗрне Квириний тытса тӑнӑ чухне пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫырӑнмашкӑн вара кашнийӗ хӑйӗн хулине кайнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иосиф Давид килӗ-йышӗнчен, ун ӑрӑвӗнчен пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй валли ҫураҫнӑ Марийӑпа пӗрле Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеем ятлӑ Давид хулине ҫырӑнма кайнӑ; Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">Вӗсем ҫавӑнта пулнӑ чухне Марийӑн ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ;</verse>
				<verse number="7">Вӑл вара Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ, Ӑна, пиелесе, сырӑша вырттарнӑ, мӗншӗн тесессӗн хулара хӑна килӗнче вӗсем валли вырӑн тупӑнман.</verse>
				<verse number="8">Ҫав таврара хирте кӗтӳҫӗсем пулнӑ, вӗсем ҫӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралланӑ.</verse>
				<verse number="9">Сасартӑк вӗсен умне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ; вӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ангел вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр; эпӗ сире пысӑк савӑнӑҫ ҫинчен пӗлтеретӗп — вӑл пур халӑха та пулӗ:</verse>
				<verse number="11">паян Давид хулинче сирӗн валли Ҫӑлакан ҫуралчӗ; Вӑл — Христос Ҫӳлхуҫамӑр;</verse>
				<verse number="12">акӑ сире паллӑ: эсир пиелесе сырӑша вырттарнӑ Ачана курӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Унтан сасартӑк ҫав Ангелпа пӗрле тӳпери йышлӑ ҫар курӑнса кайнӑ; вӗсем Турра мухтаса юрланӑ:</verse>
				<verse number="14">мухтав Ҫӳлти Турра, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ангелсем вӗсем патӗнчен тӳпене ҫӗкленсе кайсассӑн, кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр Вифлееме кайса унта мӗн пулнине, Ҫӳлхуҫа пире мӗн пӗлтернине курар, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара вӗсем васкасах кайнӑ та унта Марийӑпа Иосифа тата сырӑшра выртакан Ачана шыраса тупнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавна курсассӑн вӗсем Ҫак Ача ҫинчен хӑйсене мӗн пӗлтернине каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="18">Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="19">Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те Хӑй чӗринче тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="20">Кӗтӳҫӗсем ӗнтӗ хӑйсене мӗн каланине пӗтӗмпе курнӑшӑн, илтнӗшӗн Турра аслӑласа, мухтаса каялла таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсессӗн, Амӑшне йывӑр ҫын пуличченех Ангел каланӑ пек, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.</verse>
				<verse number="22">Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн, || вӗсем Ачана Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ,</verse>
				<verse number="23">мӗншӗн тесессӗн вӗсен Турӑ саккунӗнче: «вар уҫса малтан ҫуралнӑ кирек хӑш ывӑл ачана та Ҫӳлхуҫана халалламалла» тенине,</verse>
				<verse number="24">тата Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек, икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пӗр тӳрӗ, таса пурӑнӑҫлӑ Симеон ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Вӑл Израиль халӑхӗ валли савӑнӑҫ ҫитессе кӗтнӗ; ун ҫинче Таса Сывлӑш пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Таса Сывлӑш ӑна: эсӗ Ҫӳлхуҫа янӑ Христоса курмасӑр вилместӗн тесе малтанах пӗлтерсе хунӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл Таса Сывлӑш хавхалантарнипе Турӑ Ҫуртне пынӑ. Саккун хушнӑ йӑлана тумашкӑн ашшӗпе амӑшӗ Иисус-Ачана Турӑ Ҫуртне илсе пырсассӑн,</verse>
				<verse number="28">Симеон Ӑна хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ:</verse>
				<verse number="29">эй Пуҫлӑхӑм, халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн:</verse>
				<verse number="30">Эсӗ пур халӑхсем умӗнче хатӗрленӗ ҫӑлӑнӑҫа, суя тӗнлисене ҫутатас Ҫутта, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн Мухтавне манӑн куҫӑм курчӗ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31"></verse>
				<verse number="32"></verse>
				<verse number="33">Иосиф тата Ачанӑн Амӑшӗ Ун ҫинчен ҫапла каланине илтсессӗн питӗ тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="34">Симеон вара вӗсене пилленӗ те Унӑн Амӑшне Марийӑна каланӑ: ҫакӑ Выртакан пирки Израильре ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ, Вӑл Турӑ палли пулӗ, нумайӑшӗ Ӑна хирӗҫ тӑрӗ, ҫапла нумайӑшӗн чӗринчи шухӑшӗсем палӑрӗҫ;</verse>
				<verse number="35">Санӑн Хӑвӑн чӗрӳ витӗр те хӗҫ тухӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ питӗ ватӑлса ҫитнӗ хӗрарӑм пророк пулнӑ; качча кайсан вӑл упӑшкипе ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="37">ҫав сакӑрвун тӑватӑ ҫулхи тӑлӑх карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр, типӗ тытса, кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="38">Ҫав вӑхӑтра вӑл та пырса тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана мухтаса калаҫнӑ, Иерусалим ҫӑлӑнасса кӗтекенсене пурне те Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="39">Иосифпа Мария, Турӑ саккунӗ хушнине пӗтӗмпех туса пӗтерсессӗн, Галилейӑна хӑйсен хулине Назарета таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="40">Ача ӳснӗҫемӗн сывлӑшӗпе хӑватлӑланса пынӑ, ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланнӑ, Ун ҫинче Турӑ тивлечӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="41">Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫулленех Иерусалима Пасха уявне ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="42">Вӑл вуникӗ ҫулта чухне вӗсем ҫав йӑлапа Иерусалима уява пынӑ.</verse>
				<verse number="43">Уяв кунӗсем иртсен вӗсем киле кайма ҫула тухнӑ, Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнӑ; Иосифпа Унӑн Амӑшӗ ҫакна асӑрхаман:</verse>
				<verse number="44">вӗсем Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе шухӑшланӑ. Пӗр кун кайсан, Ӑна хӑйсен хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем хушшинче шыра пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="45">тупаймасӑр, Ӑна шыраса каялла Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="46">Виҫӗ кунран Ӑна Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ, Вӑл унта вӗрентекенсем хушшинче вӗсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ;</verse>
				<verse number="47">Ӑна итлекенсем пурте Унӑн ӑсӗнчен, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="48">Ӑна курсассӑн Иосифпа Мария тӗлӗнсех кайнӑ; Амӑшӗ каланӑ Ӑна: Ачам! капла Эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн-ха? Акӑ эпир аҫупа иксӗмӗр темӗн тӗрлӗ хуйхӑрса шырарӑмӑр Сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Вӑл вӗсене каланӑ: Мана мӗн тума шырамаллаччӗ сирӗн? Манӑн Хамӑн Аттемӗн Ҫуртӗнче пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир? тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Вӗсем Вӑл каланӑ сӑмахсене ӑнланайман.</verse>
				<verse number="51">Унтан Вӑл вӗсемпе пӗрле кайнӑ та Назарета таврӑннӑ; унта вӗсене итлесе пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫав сӑмахсене чӗрине хывса упраса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="52">Иисус ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пынӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ, Ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Тиверий кесарь патшана ларни вунпиллӗкӗмӗш ҫула кайсан, Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра тӑнӑ чухне, Галилея пуҫлӑхӗнче Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗн пуҫлӑхӗнче унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче Лисаний тӑнӑ чухне,</verse>
				<verse number="2">Анна тата Каиафа аслӑ священник пулнӑ хушӑра, Иоана, Захария ывӑлне, пушхирте Турӑран сӑмах пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче пур тӗлте те ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑн ҫинчен Исаия пророк сӑмахӗсенӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр;</verse>
				<verse number="5">айлӑм вырӑнсем пурте тулччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр;</verse>
				<verse number="6">вара кирек кам та Турӑ ҫӑлнине курӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха каланӑ: эй ҫӗлен ҫурисем! ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлатӑр тесе кам вӗрентрӗ сире?</verse>
				<verse number="8">Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр; хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Халӑх унран ыйтнӑ: пирӗн мӗн тӑвас ӗнтӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: камӑн икӗ кӗпе пур, вӑл пӗрне тумтир ҫуккине патӑр; камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Куланай пуҫтаракансем те ун патне шыва кӗме пынӑ; вӗсем унран ыйтнӑ: вӗрентекен! пирӗн мӗн тӑвас? тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл вӗсене каланӑ: хӑвӑра илме хушнинчен ытлашши нимӗн те ан илӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Салтаксем те унран: пирӗн мӗн тӑвас? тесе ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: никама та ан хӗсӗрлӗр, ан элеклӗр, хӑвӑра паракан шалупа ҫырлахӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Халӑх кӗтсе тӑнӑ чухне, пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн ҫинчен «ку Христос мар-ши?» тесе шухӑшланӑ вӑхӑтра,</verse>
				<verse number="16">Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп, акӑ манран Хӑватлӑскерӗ килет, эпӗ Унӑн ури сырри чӗнне те салтма тивӗҫлӗ мар;</verse>
				<verse number="17">Вӑл сире Таса Сывлӑшпа, вутпа тӗне кӗртӗ. Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те туллине Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл, халӑха Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫапла нумай вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл Ирод пуҫлӑха пиччӗшӗн арӑмӗ Иродиада пирки тата урӑх усал ӗҫсем тунӑшӑн питленӗ.</verse>
				<verse number="20">Ирод вара ытти усал ӗҫӗсем ҫумне тата усал ӗҫ хушса Иоана тӗрмене хуптарнӑ.</verse>
				<verse number="21">Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чухне Иисус та шыва кӗнӗ, Вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӗлтунӑ вӑхӑтра тӳпе уҫӑлса кайнӑ та,</verse>
				<verse number="22">Ун ҫине Таса Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса аннӑ; тата тӳперен: Эсӗ — Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче! тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чухне пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосифӑн, Илийӗн,</verse>
				<verse number="24">Матфатӑн, Левийӗн, Мелхийӗн, Ианнайӑн, Иосифӑн,</verse>
				<verse number="25">Маттафийӗн, Амосӑн, Наумӑн, Еслимӑн, Наггейӗн,</verse>
				<verse number="26">Маафӑн, Маттафийӗн, Семеийӗн, Иосифӑн, Иудӑн,</verse>
				<verse number="27">Иоаннанӑн, Рисайӑн, Зоровавелӗн, Салафиилӑн, Нирийӗн,</verse>
				<verse number="28">Мелхийӗн, Аддийӗн, Косамӑн, Елмодамӑн, Ирӑн,</verse>
				<verse number="29">Иосийӗн, Елиезерӗн, Иоримӑн, Матфатӑн, Левийӗн,</verse>
				<verse number="30">Симеонӑн, Иудӑн, Иосифӑн, Ионанӑн, Елиакимӑн,</verse>
				<verse number="31">Мелеайӑн, Маинанӑн, Маттафайӑн, Нафанӑн, Давидӑн,</verse>
				<verse number="32">Иессейӗн, Овидӑн, Воозӑн, Салмонӑн, Наассонӑн,</verse>
				<verse number="33">Аминадавӑн, Арамӑн, Есромӑн, Фаресӑн, Иудӑн,</verse>
				<verse number="34">Иаковӑн, Исаакӑн, Авраамӑн, Фарран, Нахорӑн,</verse>
				<verse number="35">Серухӑн, Рагавӑн, Фалекӑн, Еверӑн, Салан,</verse>
				<verse number="36">Каинанӑн, Арфаксадӑн, Симӑн, Нойӑн, Ламехӑн,</verse>
				<verse number="37">Мафусалӑн, Енохӑн, Иаредӑн, Малелеилӑн, Каинанӑн,</verse>
				<verse number="38">Еносӑн, Сифӑн, Адамӑн, Туррӑн Ывӑлӗ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Иисус Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса Иордан хӗрринчен таврӑнсан, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Унта Ӑна хӗрӗх кун шуйттан сӑнанӑ, ҫав кунсенче Вӑл нимӗн те ҫимен; ҫав кунсем иртсессӗн, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.</verse>
				<verse number="3">Шуйттан вара Ӑна каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, Туррӑн пур тӗрлӗ сӑмахӗпе те пурӑнать» тесе ҫырнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗрре куҫ хупса иличчен Ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха кӑтартнӑ,</verse>
				<verse number="6">шуйттан Ӑна каланӑ: ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсенӗн чап-мухтавне те Сана парӑп: ӑна мана панӑ, эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп;</verse>
				<verse number="7">эппин, мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакӑ пӗтӗмпе Санӑн пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик;</verse>
				<verse number="10">ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана сыхлама хушӗ,</verse>
				<verse number="11">Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе каланӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Пӗтӗмпех сӑнаса пӗтерсен, шуйттан Ун патӗнчен пӗр вӑхӑта кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иисус вара Сывлӑшпа хӑватлӑланса Галилейӑна таврӑннӑ; Ун ҫинчен пӗтӗм таврари ҫӗре хыпар сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл вӗсен синагогисенче вӗрентнӗ, пурте Ӑна мухтанӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана Назарета пынӑ; шӑматкун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те вуламалли ҫӗре тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ; Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫапла ҫырнӑ вырӑна тупнӑ:</verse>
				<verse number="18">«Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫинче: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене сыватма ячӗ, тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисем куракан пуласса, пусмӑртисене хӑтарасса,</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ».</verse>
				<verse number="20">Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та Хӑй ларнӑ; синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл вӗсене каланӑ: ҫапла ҫырни, эсир мӗн илтни, паян ӗнтӗ вырӑна килчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем пурте Иисус каланине тӗрӗсе хунӑ, || Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухакан ырӑ сӑмахсенчен тӗлӗнсе каланӑ: Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл вӗсене каланӑ: паллах ӗнтӗ, эсир Мана, «эмелҫӗ! Хӑвна Ху сыват» теекен каларӑша аса илтерсе, ҫапла каласшӑн: «Эсӗ Капернаумра мӗн тунине илтрӗмӗр эпир, кунта та, Хӑвӑн тӑван ҫӗршывӑнта, ҫавна туса кӑтарт» теесшӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Унтан тата каланӑ: чӑн калатӑп сире: хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывра пӗр пророка та хапӑл тумаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Чӑн калатӑп сире: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра тӳпе виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх хупӑнса тӑнӑран пӗтӗм ҫӗр ҫинче питӗ йывӑр выҫлӑх тӑнипе Израильре тӑлӑх арӑм нумай пулнӑ;</verse>
				<verse number="26">ҫапах Илияна вӗсем патне пӗрин патне те мар, Сидон ҫывӑхӗнчи Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм патне анчах янӑ;</verse>
				<verse number="27">Елисей пророк пурӑннӑ вӑхӑтра тата Израильре тилҫеллӗ ҫын нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакна илтсессӗн синагогӑри ҫынсем пурте тилӗрсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="29">вара вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларса хӑйсен хули ларакан ту ҫине илсе кайнӑ: вӗсем ӑна ҫавӑнтан аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ;</verse>
				<verse number="30">анчах Вӑл вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="31">Кайран Вӑл Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ та шӑматкунсенче халӑха вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл мӗнле вӗрентнинчен пурте тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн сӑмахӗ хӑватлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="33">Синагогӑра усал сывлӑш ернӗ ҫын пулнӑ, ҫавӑ хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ:</verse>
				<verse number="34">эй Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп, Эсӗ — Туррӑн Святойӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Иисус ӑна ҫирӗппӗн хушса каланӑ: чарӑн, тух ун ӑшӗнчен, тенӗ. Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех тӳнтерсе янӑ та ӑна нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ.</verse>
				<verse number="36">Пурте хӑраса ӳксе пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: мӗне пӗлтерет ку? Вӑл Хӑй ирӗкӗпе, Хӑй хӑвачӗпе усал сывлӑшсене хушать те — лешӗсем тухаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вара Ун ҫинчен пӗтӗм таврари ҫӗре хыпар сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="38">Синагогӑран тухсан Вӑл Симон килне пынӗ; Симон хунямӑшӗ тар чирӗпе питӗ йывӑр выртнӑ; уншӑн Ӑна тархасланӑ.</verse>
				<verse number="39">Вӑл ун патне пырса тар чирне чарнӑ та, чирӗ иртсе те кайнӑ. Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫийӗнчех тӑнӑ та вӗсене пӑха пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="40">Хӗвел аннӑ вӑхӑтра чирлӗ ҫын пуррисем пурте тӗрлӗ чирпе асапланакансене Иисус патне илсе пынӑ; Вӑл, кашнийӗ ҫине аллисене хурса, вӗсене сыватнӑ.</verse>
				<verse number="41">Нумайӑшӗн ӑшӗнчен усал сывлӑшсем те тухнӑ, вӗсем: Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ Христос! тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Вӑл вӗсене Хӑй Христос пулни ҫинчен калама чарнӑ.</verse>
				<verse number="42">Тул ҫутӑлсан Вӑл унтан тухса ҫын ҫук вырӑна кайнӑ; халӑх Ӑна шыранӑ; тупсассӑн, вӗсем Ӑна хӑйсен патӗнчен ярас мар тесе, чарса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="43">Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Вара Галилейӑри синагогӑсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Пӗррехинче, Геннисарет кӳлли хӗрринче тӑнӑ чухне, Турӑ сӑмахне итлес тесе Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тӑнӑ чухне,</verse>
				<verse number="2">Иисус кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ; пулӑҫисем кимми ҫинчен анса тетелӗсене ҫуса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл пӗр кимми ҫине, Симон кимми ҫине, ларнӑ та ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ; вара халӑха кимӗ ҫинче ларса вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗрентме чарӑнсан Симона каланӑ: тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те, тетелӗрсене карса хурӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Симон Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Вӗрентекен! эпир ҫӗрӗпе асапланса та нимӗн те тытаймарӑмӑр; Сан сӑмахна итлесе, тетелӗме карам эппин, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫапла тусассӑн вара вӗсенӗн темӗн чухлӗ пулӑ кӗнӗ, ӗнтӗ тетелӗ те ҫурӑла пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ; лешӗсем пырсан, икӗ киммине те туллиех тултарнӑ та, киммисем те пута пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавна курса Петр теекен Симон Иисус ури умне ӳксе: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑйсем ытла та нумай пулӑ тытнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те,</verse>
				<verse number="10">ҫавӑн пекех Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн та, Симонӑн юлташӗсем, хӑрасах кайнӑ. Иисус Симона каланӑ: ан хӑра; паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем вара икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="12">Иисус ҫавӑнта пӗр хулара пулнӑ чухне Ун патне тилҫе сӑрса илнӗ пӗр ҫын пынӑ; Иисуса курсассӑн вӑл Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас тесессӗн, Эсӗ мана тасатма пултаратӑнҫке! тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иисус, аллине тӑсса, ӑна сӗртӗннӗ те: тасатас тетӗп — тасал, тенӗ. Лешӗн ҫинчи тилҫе ҫийӗнчех пӗтнӗ вара.</verse>
				<verse number="14">Иисус ӑна ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман, хӑй сывалнине вӗсене ӗнентермешкӗн священника курӑнма тата, Моисей хушнӑ пек, хӑй тасалнӑшӑн парне кӳме каласа янӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавах Ун ҫинчен чап сарӑлнӑҫемӗн сарӑлнӑ; Вӑл вӗрентнине итлемешкӗн, чирӗсенчен сывалмашкӑн Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл вара тӑтӑшах ҫын ҫук вырӑна кайса унта кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="17">Пӗррехинче, Иисус вӗрентнӗ чухне, унта Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчен тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентекенсем ларнӑ; чирлисене Вӑл Хӑйӗнпе пӗрле Турӑ хӑвачӗ пулнипе сыватнӑ.</verse>
				<verse number="18">Акӑ пӗрисем ҫавӑнта шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ; ӑна пӳрте йӑтса кӗрсе Иисус умне хурасшӑн пулнӑ;</verse>
				<verse number="19">анчах та халӑх нумай пулнӑран ӑна илсе кӗме май тупаймасӑр ҫурт тӑррине улӑхса виттине сирнӗ те ӑна выртан вырӑнӗпех пӳлӗм варрине Иисус умне антарнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иисус, вӗсем мӗн тӗрлӗ ӗненнине курса, ҫав ҫынна: санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ӗнтӗ хӑйсем хушшинче: кам вара Ку, Турра хурлаканскер? Турӑсӑр пуҫне кам ҫылӑх каҫарма пултартӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Иисус, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, ҫапла хуравласа каланӑ: эсир хӑвӑр ӑшӑрта мӗн шухӑшлатӑр?</verse>
				<verse number="23">Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах калама: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е: «тӑр та — ҫӳре» теме-и?</verse>
				<verse number="24">Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна каланӑ: сана калатӑп — тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Лешӗ ҫав самантрах пурин умӗнчех тӑнӑ та, хӑй выртнӑ вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ.</verse>
				<verse number="26">Пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, Турра мухтанӑ; ӗнтӗ хӑраса кайса каланӑ: паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ куртӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫакӑн хыҫҫӑн, унтан кайсассӑн, Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан пӗр Левий ятлӑ ҫынна, куланай пухаканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.</verse>
				<verse number="28">Лешӗ тӑнӑ та, пурне те пӑрахса хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="29">Левий хӑй килӗнче Иисус ячӗпе пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ; вӗсемпе пӗрле унта куланай пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн ӗҫсе-ҫисе ларнӑ.</verse>
				<verse number="30">Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ӳпкелешсе Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ;</verse>
				<verse number="32">Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: Иоанн вӗренекенӗсем тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлӗ тӑваҫҫӗ, фарисейсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем вара ӗҫеҫҫӗ те, ҫиеҫҫӗ те, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и?</verse>
				<verse number="35">Акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Вӑл вӗсене тата ытарӑш каласа панӑ: никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе саплӑк лартмасть; апла ҫӗнӗ тумтирӗ те пӑсӑлать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест.</verse>
				<verse number="37">Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть; апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ;</verse>
				<verse number="38">ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, вара иккӗшӗ те упранса юлӗ.</verse>
				<verse number="39">Никам та кивӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн: «кивви аванрах» тет вӑл, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе шӗкӗлчесе ҫинӗ.</verse>
				<verse number="2">Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсене: мӗншӗн эсир шӑматкун тума юраманнине тӑватӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнисем те выҫӑ аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир?</verse>
				<verse number="4">Епле вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман парне ҫӑкӑрӗсене илсе хӑй те ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Тата каланӑ вӗсене: Этем Ывӑлӗ — шӑматкунӑн хуҫи те, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисус тепӗр шӑматкун та синагогӑна кӗрсе халӑха вӗрентнӗ. Унта сылтӑм алли хӑрнӑ ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Ӑна айӑпламалли сӑлтав тупасшӑн, Вӑл шӑматкун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна сӑнаса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна каланӑ: тӑр та варрине тухса тӑр, тенӗ; лешӗ тӑнӑ та варрине тухса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Унтан Иисус вӗсене каланӑ: Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑматкун мӗн тумалла? ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле-и? тенӗ. Лешӗсем чӗнмен.</verse>
				<verse number="10">Унтан пурин ҫине те пӑхса илнӗ те ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тенӗ. Вӑл ҫапла тунӑ та, алли тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Лешӗсем вара, тилӗрсе кайсах, ку Иисуса мӗн тӑвар-ши? тесе пӗр-пӗринпе канашланӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав кунсенче Иисус ту ҫине кӗлтума улӑхнӑ, унта ҫӗрӗпе Турра кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="13">Тул ҫутӑлсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе, вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ; вӗсене апостол тесе ят панӑ;</verse>
				<verse number="14">акӑ вӗсем: Хӑй Петр тесе ят хунӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей,</verse>
				<verse number="15">Матфей тата Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Зилот теекен Симон,</verse>
				<verse number="16">Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран Хӑйне тытса паракан Иуда Искариот.</verse>
				<verse number="17">Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансассӑн тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ; унта Унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ, тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ;</verse>
				<verse number="18">вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма пынӑ; усал сывлӑш ернипе асапланакансем те сывалнӑ.</verse>
				<verse number="19">Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унран хӑват тухса пурне те сыватнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса каланӑ: Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ: сире Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="21">Халӗ выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: эсир тӑранӑр. Халӗ йӗрекенсем телейлӗ: эсир савӑнса хӗпӗртӗр.</verse>
				<verse number="22">Сире ҫынсем Этем Ывӑлӗшӗн курайми пулсассӑн, хӑвӑра хӑваласа ярсассӑн, хӑртсассӑн, сирӗн ҫинчен усал ят сарсассӑн, эсир телейлӗ пулӑр.</verse>
				<verse number="23">Ҫав кун савӑнӑр, хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ. Ӗнтӗ вӗсенӗн ашшӗсем пророксене ҫапла хӗсӗрленӗ.</verse>
				<verse number="24">Сире вара, пуянсем, хуйхӑ ҫитӗ! Эсир ӗнтӗ хӑвӑр савӑнӑҫа илтӗр.</verse>
				<verse number="25">Халӗ ытлашшипех тутӑскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир выҫӑ аптӑрӑр. Халӗ хавассӑн кулакансем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир уласа йӗрсе ярӑр.</verse>
				<verse number="26">Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсассӑн, хуйхӑ ҫитӗ сире! Ӗнтӗ вӗсенӗн ашшӗсем суя пророксене ҫапла мухтанӑ.</verse>
				<verse number="27">Сире, итлесе тӑракансене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр,</verse>
				<verse number="28">хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.</verse>
				<verse number="29">Хӑвна питӳнтен пӗр енчен ҫупса яракана эсӗ тепӗр енне те ҫавӑрса пар; санран ҫиелти тумтирне туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар.</verse>
				<verse number="30">Хӑвӑнтан ыйтакана кирек кама та пар, хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра.</verse>
				<verse number="31">Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр.</verse>
				<verse number="32">Хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юратсан, сире уншӑн мӗн сӑвап пулӗ? хӑйсене юратакансене ҫылӑхлӑ ҫынсем те юратаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="33">Хӑвӑра ырӑ тӑвакансене ҫеҫ ырӑ тусассӑн, уншӑн сире мӗн сӑвап пулӗ? ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫапла тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="34">Кивҫен панӑ чухне эсир ӑна каялла илессе шанса шанчӑклӑ ҫынна ҫеҫ паратӑр пулсассӑн, сире уншӑн мӗн сӑвап пулӗ? панӑ чухлех каялла илессе шанса, ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫылӑхлисене кивҫен параҫҫӗ.</verse>
				<verse number="35">Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр, каялла илессе шанмасӑрах кивҫен парӑр; вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫапла ӗнтӗ Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр.</verse>
				<verse number="37">Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ; ан хурлӑр, хӑвӑра та хурламӗҫ; каҫарӑр, хӑвӑра та каҫарӗҫ;</verse>
				<verse number="38">парӑр, хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗркӗр ҫине хывӗҫ; ҫапла ӗнтӗ мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Вӗсене ытарӑш та каласа панӑ: суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреет-и? вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и?</verse>
				<verse number="40">Вӗренекен хӑйне вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть; анчах та, вӗренсе ҫитсессӗн, кашнийӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать.</verse>
				<verse number="41">Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫӑнти пӗренене асӑрхамастӑн?</verse>
				<verse number="42">Хӑвӑн куҫӑнти пӗренене курмастӑн пулсассӑн, епле-ха эсӗ тӑванна: «тӑванӑм, сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха» тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн.</verse>
				<verse number="43">Лайӑх йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть; начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ тумасть.</verse>
				<verse number="44">Кирек епле йывӑҫа та ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен смоква татмаҫҫӗ, йӗплӗ тӗм ҫинчен иҫӗм ҫырли пуҫтармаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="45">Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ырри нумайран ыррине кӑларать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усал нумайран усаллине кӑларать, мӗншӗн тесессӗн этем чӗлхи-ҫӑварӗ чӗри туллирен калаҫать.</verse>
				<verse number="46">Мӗншӗн эсир Мана: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Ҫӳлхуҫамӑр! тесе чӗнетӗр, хӑвӑр Эпӗ каланине тумастӑр?</verse>
				<verse number="47">Ман патӑма килекен, Манӑн сӑмахӑмсене итлесе, вӗсене пурӑнӑҫлакан ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире.</verse>
				<verse number="48">Вӑл тарӑн алтса кӗрсе, никӗсне чул ҫине хурса ҫурт лартнӑ ҫын евӗрлӗ; шыв тулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫурт патне шыв пырса капланнӑ, анчах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесессӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ.</verse>
				<verse number="49">Манӑн сӑмахӑмсене итлесе те хӑй вӗсене пурӑнӑҫламан ҫын — ҫуртне ҫӗр ҫине никӗссӗрех туса лартнӑ ҫын евӗрлӗ: ҫурчӗ патне шыв пырса каплансан, вӑл ҫавӑнтах ишӗлсе аннӑ; ҫав ҫурт ишӗлни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн калас сӑмахне каласа пӗтерсессӗн, || Вӑл Капернаума кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Унта пӗр ҫӗрпӳ тарҫи вилес пек чирлӗ выртнӑ, ҫӗрпӳ ӑна питӗ хакланӑ.</verse>
				<verse number="3">Иисус ҫинчен илтсен, тарҫине чӗртме килтӗрччӗ тесе йӑлӑнмашкӑн Ун патне иудейсенӗн аслӑ ҫыннисене янӑ.</verse>
				<verse number="4">Лешӗсем, Иисус патне пырсан, Ӑна питех те йӑлӑнса каланӑ: вӑл — Санӑн ырӑлӑхна курма тивӗҫлӗ ҫын:</verse>
				<verse number="5">вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисус вара вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ун патне ҫапла калама тусӗсене янӑ: ан чӑрмансамах, Ҫӳлхуҫамӑр! Эпӗ Сана хамӑн килӗме чӗнме тивӗҫлӗ те мар;</verse>
				<verse number="7">ҫавӑнпах, тивӗҫлӗ маррине пулах, Сан патна хам пымарӑм; Эсӗ кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ те.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ пӑхӑнса тӑракан ҫын пулин те, хамӑн аллӑмри салтаксене пӗрне: «кай» тесен — каять; тепӗрне: «кил» тесен — килет; чурама та: «ҫавна ту» тесен — тӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакна илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ, унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫаврӑнса ҫапла каланӑ: калатӑп сире: Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӗрпӳ янисем каялла таврӑнсан, чирлӗ тарҫӑ сывах пулнине курнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус вара Наин ятлӑ хулана кайнӑ; Унпа пӗрле вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл хула хапхи патне ҫывӑхарнӑ чухне унтан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухнӑ; вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ; ҫав арӑмпа пӗрле хуларан халӑх та нумай пынӑ.</verse>
				<verse number="13">Иисус, ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: ан йӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Унтан Вӑл вилнӗ ҫын вырӑнӗ патне пырса ӑна сӗртӗннӗ те, ҫӗклесе пыракансем чарӑнса тӑнӑ; Иисус: ачам, сана калатӑп — тӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вилнӗскерӗ тӑрса ларнӑ та калаҫа пуҫланӑ; Иисус ӑна амӑшне панӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫынсем пурте хӑраса кайнӑ, вӗсем ӗнтӗ Турра мухтаса: пирӗн хушшӑмӑртан аслӑ пророк тухрӗ, Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ҫапла туни ҫинчен пӗтӗм Иудейӑна, пӗтӗм тавралӑха сӑмах сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="18">Иоанӑн вӗренекенӗсем ҫавӑн ҫинчен пӗтӗмпе Иоана каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="19">Иоанн вара, хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне чӗнсе илсе, Иисус патне: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем Иисус патне пырсан каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн пире Сан патна ыйтма ячӗ: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫав вӑхӑтра Иисус нумай ҫынна чирӗсенчен, суранӗсенчен, усал сывлӑшсенчен сыватнӑ, суккӑрсене те нумайӑшне куракан тунӑ.</verse>
				<verse number="22">Иисус вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр;</verse>
				<verse number="23">Ман тӗлӗшӗмрен иккӗленмен ҫын телейлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Иоанн янисем кайсассӑн, Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑш курма-и?</verse>
				<verse number="25">Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Чаплӑ тумланакансем, тутлӑ ӗҫсе ҫиекенсем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="26">Мӗн курма кайрӑр эсир? пророк курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ.</verse>
				<verse number="27">Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ.</verse>
				<verse number="28">Калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук; анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Ӑна итленӗ пӗтӗм халӑх, ӗнтӗ куланай пуҫтаракансем те, Иоанн патӗнче шыва кӗрсе Турра мухтанӑ;</verse>
				<verse number="30">фарисейсемпе саккунҫӑсем вара ун патӗнче шыва кӗмен, ҫапла Туррӑн хӑйсемшӗн пулнӑ ирӗкне йышӑнман.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа вара каланӑ: ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? кам евӗрлӗ вӗсем?</verse>
				<verse number="32">Вӗсем — урамра ларакан, пӗрне-пӗри: «эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="33">Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, эрех те ӗҫмест; «унӑн ӑшӗнче усал» тетӗр.</verse>
				<verse number="34">Этем Ывӑлӗ килчӗ, ӗҫет те, ҫиет те; «Ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тетӗр.</verse>
				<verse number="35">Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Фарисейсенчен пӗри Иисуса хӑйпе пӗрле апат ҫиме чӗннӗ; Иисус фарисей килне кӗрсе апат ҫиме ларнӑ.</verse>
				<verse number="37">Ҫав хулари пӗр хӗрарӑм, ҫылӑхлӑскер, Иисус фарисей ҫуртӗнче апатланнине пӗлнӗ те Ун патне алавастӑр савӑтпа мирӑ илсе пынӑ;</verse>
				<verse number="38">вӑл, хыҫалтан пырса, Иисус ури умне чӗркуҫленсе ларнӑ та йӗре-йӗре Унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ, Унӑн урисене чуптуса мирӑ сӗрнӗ.</verse>
				<verse number="39">Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «Вӑл пророк пулсассӑн Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Иисус ун енне ҫаврӑнса: Симон! Эпӗ сана пӗр сӑмах каласшӑн, тенӗ. Лешӗ: кала, Вӗрентекен, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Иисус каланӑ: икӗ ҫыннӑн пӗр ҫынна парӑм тӳлемелле пулнӑ: пӗрин — пилӗкҫӗр динари, тепӗрин — аллӑ динари;</verse>
				<verse number="42">анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулман та, ку вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ. Кала-ха ӗнтӗ: ҫавсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Симон ҫапла хуравласа каланӑ: хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шухӑшлатӑп, тенӗ. Иисус ӑна: эсӗ тӗрӗс каларӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Унтан хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса, Симона каланӑ: ҫак хӗрарӑма куратӑн-и? Эпӗ сан ҫуртна килтӗм, эсӗ Мана ура ҫума шыв та памарӑн; вӑл Манӑн урана куҫҫулӗпе ҫуса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлчӗ.</verse>
				<verse number="45">Эсӗ Мана чуптумарӑн, вӑл мӗн Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑрах чуптӑвать.</verse>
				<verse number="46">Эсӗ Манӑн пуҫӑма та ҫу сӗрмерӗн, вӑл Манӑн урасене те мирӑ сӗрчӗ.</verse>
				<verse number="47">Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл ҫапла хытӑ юратнӑран унӑн нумай ҫылӑхӗ каҫарӑнать; камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать, тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Хӗрарӑма вара: санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Унпа пӗрле ларакансем хӑйсем хушшинче: кам вара ку, ҫылӑх каҫараканскер? тесе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="50">Иисус хӗрарӑма: сана ху ӗненни ҫӑлчӗ; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле вуниккӗшӗ</verse>
				<verse number="2">тата Хӑй усал сывлӑшсенчен, чирсенчен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пулнӑ: ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина теекен Мария,</verse>
				<verse number="3">Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пынӑ: вӗсем Ӑна хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Хӑй патне халӑх нумай пуҫтарӑнсан, пур хуласенчен те ҫынсем пухӑнсан, Вӑл ытарлӑ кала пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="5">акаҫӑ хӑйӗн вӑрлӑхне акма тухнӑ; вӑл акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ те таптанса пӗтнӗ, вӗсене вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ;</verse>
				<verse number="6">хӑшӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ; вӗсем шӑтса тухсанах нӳрӗк ҫуккипе типсе ларнӑ;</verse>
				<verse number="7">хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ; ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ;</verse>
				<verse number="8">хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса ӳссессӗн пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ, тенӗ. Ҫакна каласа пӗтерсен, Вӑл хыттӑн: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗренекенӗсем вара Унран ыйтнӑ: ку ытарӑш мӗне пӗлтерет? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл ҫапла каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхне сире пӗлмелле тунӑ, ыттисене вара ытарлӑ каламалла: вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Ку ытарӑш акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх — Турӑ сӑмахӗ вӑл;</verse>
				<verse number="12">ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха итлекенсене пӗлтерет; анчах ӗненсе ан ҫӑлӑнайччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те вӗсен чӗринчен сӑмаха илсе каять;</verse>
				<verse number="13">чул ҫине ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, анчах вӗсем тымарланайман, ҫавӑнпа пӗр вӑхӑт ӗненеҫҫӗ, анчах хӑйсене сӑнанӑ-илӗртнӗ чухне каялла чакаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">ҫумлӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, анчах та вӗсем пӑрӑнса кайса пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе, пурӑнӑҫ киленӗҫӗпе хупланаҫҫӗ те ҫимӗҫ кӳреймеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="15">лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара — сӑмаха илтсе ӑна ырӑ та таса чӗрере упракана, тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене пӗлтерет, тенӗ. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн Вӑл хыттӑн: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та савӑтпа хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать.</verse>
				<verse number="17">Мӗн вӑрттӑнни курӑнмасӑр юлмасть, пытарӑнса тӑраканни те палӑрать, ҫиеле тухать.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑвӑр епле итленине астуса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн камӑн пур, ӑна парӗҫ; камӑн ҫук, унӑнне илме ӗмӗтленнине те туртса илӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ун патне Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ, анчах халӑх нумай пулнӑран вӗсем Ун ҫывӑхне пырайман.</verse>
				<verse number="20">Ӑна: Аннӳпе тӑванусем Сана курасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем — Турӑ сӑмахне итлесе ӑна пурӑнӑҫласа пыракансем, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Пӗррехинче Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене каланӑ: атьӑр кӳлӗ леш енне каҫар, тенӗ. Вара вӗсем ишсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ишсе пынӑ чухне Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Кӳлӗ ҫинче ҫил-тӑвӑл тухнӑ та, хум ҫапнипе кимӗ ҫине шыв кӗре пуҫланӑ; вӗсем ӗнтӗ хӑрушлӑха лекнӗ.</verse>
				<verse number="24">Вара Иисус патне пырса Ӑна вӑратса каланӑ: Вӗрентекен! Вӗрентекен! пӗтетпӗр, тенӗ. Вӑл тӑнӑ та ҫилпе хумсене чарӑнма хушнӑ; ҫавӑнтах чарӑннӑ та лӑпах пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Иисус вара вӗсене: сирӗн ӗненӗвӗр ӑҫта? тенӗ. Вӗсем хӑраса та тӗлӗнсе пӗрне-пӗри каланӑ: кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та чарӑнма хушать те — лешӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем Галилея тӗлӗнчи Гадара ҫӗрне ишсе каҫнӑ.</verse>
				<verse number="27">Иисус ҫыран хӗррине тухсан, Ӑна пӗр хула ҫынни, тахҫантанпах усал сывлӑш ернипе асапланаканскер, тӗл пулнӑ; вӑл тумтир таврашӗ те тӑхӑнман, пурӑнасса та килте мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхра пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="28">Иисуса курсассӑн вӑл кӑшкӑрса янӑ та, Ун умне ӳксе, хытӑ сасӑпа каланӑ: эй Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? йӑлӑнатӑп Сана — ан асаплантар мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Мӗншӗн тесессӗн Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ: усал ӑна нумайранпа асаплантарнӑ; ӑна сыхласа сӑнчӑрпа та сӑнчӑрланӑ, тӑлӑпа та тӑлланӑ, вӑл ҫавах ҫыххисене тата-тата пӑрахнӑ, вара усал сывлӑш ӑна пушхире хӑваласа кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Иисус унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ; лешӗ: легион, тенӗ, — мӗншӗн тесессӗн ун ӑшне нумай усал кӗнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="31">Усал сывлӑшсем Иисуса: «пире тамӑка ан яр» тесе йӑлӑннӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫавӑнтах ту ҫинче пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ; усал сывлӑшсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн йӑлӑннӑ. Вӑл вӗсене ирӗк панӑ.</verse>
				<verse number="33">Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухса сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ вара чӑнкӑ ҫӗртен кӳлле сиксе шыва путса вилнӗ.</verse>
				<verse number="34">Мӗн пулса иртнине курсан, кӗтӳҫӗсем чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="35">Ҫынсем вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ; Иисус патне пырсан вӗсем усалсенчен тасалнӑ ҫын Ун ури патӗнче тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="36">Куракансем вӗсене усал ернӗ ҫын епле сывалнине каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="37">Вара пӗтӗм Гадара таврашӗнчи халӑх, питех те хӑранипе, Ӑна хӑйсем патӗнчен кайма йӑлӑннӑ. Вӑл кимӗ ҫине ларнӑ та каялла таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="38">Ӑшӗнчен усалсем тухнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ. Анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ:</verse>
				<verse number="39">килне таврӑн та Турӑ хӑвна ырӑлӑх тунине каласа кӑтарт, тенӗ. Лешӗ кайнӑ та хӑйне Иисус мӗнле ырӑлӑх тунине пӗтӗм хула тӑрӑх каласа ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="40">Иисус каялла таврӑнсан, халӑх Ӑна хапӑлласа йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн пурте Ӑна кӗтсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="41">Иаир ятлӑ ҫын, синагога пуҫлӑхӗ, пынӑ; Иисус ури умне ӳксе вӑл Ӑна хӑй килне кӗме тархасланӑ:</verse>
				<verse number="42">унӑн пӗр вуникӗ ҫулхи хӗрӗ анчах пулнӑ, вӑл та пулин вилес пек чирлӗ выртнӑ. Иисус пынӑ чухне Ӑна пур енчен те халӑх хӗстернӗ.</verse>
				<verse number="43">Ҫавӑнта юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ; вӑл ӗнтӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе мӗнпур пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман.</verse>
				<verse number="44">Ҫавӑ, хыҫалтан пырса, Иисусӑн тумтирӗ аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="45">Иисус: Мана кам сӗртӗнчӗ? тенӗ. Пурте туна пуҫласан, Петр та, Иисуспа пӗрле пыракансем те ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! Хӑвна пур енчен те халӑх хӗссе пырать, Эсӗ тата: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» тетӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Иисус каланӑ: Мана такам сӗртӗнчӗ; Эпӗ Хамран хӑват тухнине туйрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="47">Арӑм вара, хӑй пытанса юлайманнине курса, Ун патне чӗтресе пынӑ та Ун умне ӳксе хӑй мӗншӗн сӗртӗннине те, сӗртӗнсенех епле сывалнине те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="48">Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пӗри Иаир патне пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене ан чӑрмантар ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Ҫакна илтсессӗн Иисус каланӑ ӑна: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="51">Иаир килне пырсан, Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне урӑх никама та кӗме хушман.</verse>
				<verse number="52">Ӗнтӗ пурте хӗршӗн хурланса, татӑлса йӗнӗ. Иисус: ан йӗрӗр; вӑл вилмен, ҫывӑрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="53">Хӗр вилнине пӗлсе, Унран кулнӑ.</verse>
				<verse number="54">Вӑл вара пурне те кӑларса янӑ та хӗре аллинчен тытса хыттӑн: хӗрӗм, тӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="55">Хӗре чун кӗнӗ; вӑл ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ; Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ.</verse>
				<verse number="56">Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вӑл вӗсене мӗн пулни ҫинчен никама та калама хушман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Иисус вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе вӗсене пур усал сывлӑша та хӑваласа кӑларма, чирсенчен сыватма хӑват та, ирӗк те панӑ;</verse>
				<verse number="2">унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, чирлисене сыватса ҫӳреме янӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вӗсене каланӑ: ҫул ҫине нимӗн те — туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, кӗмӗл те — ан илӗр, тумтир те икшер ан пултӑр;</verse>
				<verse number="4">пӗр ҫурта кӗрсен ҫавӑнтах тӑрӑр, кайнӑ чухне ҫавӑнтанах тухса кайӑр.</verse>
				<verse number="5">Ӑҫта та пулсан сире хапӑл тумасан, эсир ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӗренекенӗсем тухса кайнӑ та ялсем тӑрӑх Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, пур ҫӗрте те чирлисене сыватса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="7">Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫинчен илтнӗ те тӗлӗнсе-аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗрисем: Ку — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн, тенӗ;</verse>
				<verse number="8">тепӗрисем: Илия килнӗ, тенӗ; тата тепӗрисем: авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ирод каланӑ: эпӗ Иоанн пуҫне кастартӑм; апла кам-ши Ку? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнтермӗш сӑмахсем илтетӗп, тенӗ. Вӑл вара Ӑна курасшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Апостолсем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен Иисуса каласа кӑтартнӑ; Вӑл вара Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи пушӑ ҫӗре кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫҫӑн кайнӑ; Иисус, вӗсене хапӑл туса, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сываласшӑн йӑлӑнакансене сыватнӑ.</verse>
				<verse number="12">Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. || Вуникӗ вӗренекенӗ Ун патне пырса каланӑ: халӑха тытса ан тӑрсамччӗ, вӗсем таврари ялсене ҫӗр выртма кайччӑр та апат-ҫимӗҫ тупчӑр: эпир кунта пушӑ ҫӗрте, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл вӗсене каланӑ: вӗсене эсир ҫимелли парӑр, тенӗ. Вӗсем каланӑ: пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук; ҫак мӗнпур халӑх валли апат-ҫимӗҫ пирӗн сутӑн кайса илес-и-мӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫыннисем вара пӗр пилӗк пине яхӑн пулнӑ. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: вӗсене йӗрки-йӗркипе аллӑшарӑн лартса тухӑр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара ҫапла тунӑ, пурне те лартса тухнӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе, ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ.</verse>
				<verse number="17">Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ пухнӑ.</verse>
				<verse number="18">Пӗррехинче Иисус улах ҫӗрте кӗлтунӑ, вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле пулнӑ. Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: халӑх Мана кам вырӑнне хурать? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем ҫапла хуравласа каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, хӑшӗсем — Илия вырӑнне; тепӗрисем тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ теҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл вӗсенчен тата ыйтнӑ: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тенӗ. Петр каланӑ: Турӑ Христосӗ вырӑнне, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман,</verse>
				<verse number="22">Вӑл ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ.</verse>
				<verse number="23">Унтан пурне те каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр.</verse>
				<verse number="24">Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса, анчах хӑйне хӑй пӗтерсессӗн е хӑйне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ?</verse>
				<verse number="26">Кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗн мухтавлӑхӗпе, Ашшӗн тата сӑваплӑ ангелсенӗн мухтавлӑхӗпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ.</verse>
				<verse number="27">Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхне курмасӑр вилмӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн пӗр сакӑр кунран Вӑл Хӑйпе пӗрле Петра, Иоана тата Иакова илсе ту ҫине кӗлтума улӑхнӑ.</verse>
				<verse number="29">Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑнӗ улшӑннӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ялтӑртатса тӑракан пулнӑ.</verse>
				<verse number="30">Акӑ Унпа икӗ ҫын калаҫса тӑнӑ, вӗсем Моисейпе Илия пулнӑ;</verse>
				<verse number="31">мухтавлӑн курӑннӑскерсем, вӗсем Унӑн пурӑнӑҫӗ Иерусалимра вӗҫленмелли ҫинчен калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="32">Петра та, унпа пӗрле пулнисене те ыйхӑ пуснӑ; вӑрансассӑн вӗсем Иисус мухтавлӑхне тата Унпа пӗрле тӑракан икӗ ҫынна курнӑ.</verse>
				<verse number="33">Ҫав ҫынсем Ун патӗнчен кайнӑ чухне Петр, хӑй мӗн каланине хӑй те пӗлмесӗр, Иисуса ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах пӗр пӗлӗт курӑннӑ, ҫавӑ вӗсене хупӑрласа илнӗ; пӗлӗт ӑшне пулсан, вӗсем хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="35">Пӗлӗт варринчен: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр, тесе калакан сасӑ илтӗннӗ.</verse>
				<verse number="36">Ҫак сасӑ шӑплансассӑн Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.</verse>
				<verse number="37">Тепӗр кунне, ту ҫинчен ансассӑн, Иисуса темӗн чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ.</verse>
				<verse number="38">Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен! йӑлӑнатӑп Сана, манӑн ывӑлӑма пырса пӑхсам, манӑн ҫак ывӑл анчах:</verse>
				<verse number="39">ӑна усал тытса пӑрахать те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ярать; ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать; усал ӑна йӑлт асаплантарса пӗтерсен ҫеҫ сирӗлет;</verse>
				<verse number="40">усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене йӑлӑнтӑм та, вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ; эх, ӗненмен, пӑсӑлнӑ ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ывӑлна кунта илсе кил, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Лешӗ Ун патне пынӑ чухнех усал сывлӑш ӑна тытса пӑрахса чӗтретме пуҫланӑ; Иисус усал сывлӑша чарса ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ.</verse>
				<verse number="43">Пурте вара Туррӑн аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ. Ҫапла пурте Иисус мӗн тунинчен тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ:</verse>
				<verse number="44">ҫак сӑмахсене эсир хӑлхӑра чикӗр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Анчах вӗсем ҫав сӑмаха ӑнланайман: вӗсемшӗн вӑл пӗлмелле мар пулнӑ, вӗсем ӑна пӗлеймесӗрех юлнӑ; ҫавӑн ҫинчен Хӑйӗнчен ыйтма хӑранӑ.</verse>
				<verse number="46">Вӗсен: «пирӗн хушшӑмӑрта хӑшӗ аслӑрах-ши?» теекен шухӑш ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="47">Иисус, вӗсен ӑшӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана илнӗ те ӑна Хӑй умне тӑратса</verse>
				<verse number="48">каланӑ вӗсене: кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Ҫавӑн чухне Иоанн каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна куртӑмӑр; хӑй пирӗнпе ҫӳремен пирки эпир ӑна чартӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Иисус ӑна каланӑ: ан чарӑр; кам сире хирӗҫ мар, вӑл сирӗн майлӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="51">Хӑйне ку тӗнчерен илес кунсем ҫывӑхара пуҫласассӑн, Иисус Иерусалима кайма шутланӑ;</verse>
				<verse number="52">Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарҫисене янӑ; лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ;</verse>
				<verse number="53">анчах Иисуса унта йышӑнман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалима каякан ҫулҫӳревҫӗ пек курӑннӑ.</verse>
				<verse number="54">Ҫавна курсан Унӑн вӗренекенӗсем Иаковпа Иоанн ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кӑмӑлу пулсан эпир, Илия тунӑ пек, тӳперен вут-ҫулӑм антарса, ҫавсене пӗтерме хушӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="55">Вӑл, вӗсен еннелле ҫаврӑнса, вӗсене чарса каланӑ: эсир хӑвӑр мӗнлине пӗлместӗр;</verse>
				<verse number="56">Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ, тенӗ. Унтан вӗсем урӑх яла кайнӑ.</verse>
				<verse number="57">Вӗсем ҫулпа пынӑ чухне Иисуса пӗр ҫын каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="58">Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур; Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="59">Тепӗрне: Ман хыҫран пыр, тенӗ. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! малтан мана аттеме кайса пытарма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="60">Иисус ӑна ҫапла каланӑ: вилнисене вилнисемех пытарччӑр; эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре, тенӗ.</verse>
				<verse number="61">Тата тепӗри каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="62">Иисус ӑна каланӑ: аллине акапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ мар вӑл, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус тата урӑх ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ,</verse>
				<verse number="2">Вӑл вӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр.</verse>
				<verse number="3">Кайӑр, Эпӗ сире путексене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп.</verse>
				<verse number="4">Укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, ура сырри те ан илӗр, ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.</verse>
				<verse number="5">Кирек мӗнле ҫурта кӗрсен те чи малтан: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле!» тейӗр;</verse>
				<verse number="6">унта канӑҫлӑха тивӗҫлӗ ҫын пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ ӑна; пулмасан — хӑвӑрах таврӑнӗ.</verse>
				<verse number="7">Пӗр кӗнӗ ҫуртрах пурӑнӑр, вӗсенӗн мӗн ӗҫме-ҫиме пур, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр: ӗҫлекен хӑй ӗҫӗ хакне илме тивӗҫлӗ. Ҫуртран ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.</verse>
				<verse number="8">Пӗр-пӗр хулана пырсан, унта сире хапӑл туса мӗн ҫиме парӗҫ — ҫавна ҫийӗр;</verse>
				<verse number="9">унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, вӗсене: «сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ» тейӗр.</verse>
				<verse number="10">Эхер те пӗр-пӗр хулана пырсан, унта сире хапӑл тумасан, эсир урама тухӑр та ҫапла калӑр:</verse>
				<verse number="11">«акӑ сирӗн хулӑрта хамӑрӑн ура ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑрах силлесе хӑваратпӑр; ҫапах та пӗлсе тӑрӑр: сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ» тейӗр.</verse>
				<verse number="12">Калатӑп сире: сут кунӗ Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.</verse>
				<verse number="13">Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ;</verse>
				<verse number="14">ҫавах сутра Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.</verse>
				<verse number="15">Эсӗ те, Капернаум, хӑвна тӳпене ҫитиех ҫӗклӗҫ тетӗн-и? эсӗ тамӑка ҫитиех анса кайӑн.</verse>
				<verse number="16">Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть; Мана йышӑнманни Мана Яракана йышӑнмасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса таврӑннӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! Санӑн ятупа пире усалсем те парӑнаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл вӗсене каланӑ: шуйттан тӳперен ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм Эпӗ;</verse>
				<verse number="19">акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗнпур вӑй-хӑватне ҫӗнтерме хӑват патӑм, сире нимӗн те сиен тӑваймӗ;</verse>
				<verse number="20">ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӑн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн чухне Иисус Таса Сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа хавхаланса ҫапла каланӑ: эй Аттем, эй тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи! Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн, ӑна пӗчӗк ачасене пӗлтернӗшӗн Сана мухтатӑп! Эй Аттем! Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫаврӑнса каланӑ: Аттем пурне те Мана панӑ; Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест; Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Унтан вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса ҫавсене ҫеҫ каланӑ: эсир кураканнине куракан куҫсем телейлӗ!</verse>
				<verse number="24">Калатӑп сире: пророксемпе патшасем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Акӑ пӗр саккунҫӑ тӑнӑ та Иисуса сӑнаса каланӑ: Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тӑвас манӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иисус ӑна: саккунра мӗн ҫырнӑ? епле вулатӑн эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат; тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Иисус ӑна: тӗрӗс каларӑн эсӗ; ҫапла ту, вара ӗмӗрех пурӑнӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Лешӗ ҫавах хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисуса каланӑ: ман ҫывӑх ҫыннӑм кам? тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ҫавна хирӗҫ Иисус каланӑ: пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ; вӑл вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ; лешӗсем ун ҫинчен тумтирне сӳсе илнӗ, хӑйне суранлантарса пӗтерсе, вилес патнех ҫитерсе пӑрахса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="31">Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ; вӑл ӑна курсах иртсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫавӑн пекех левит та ҫав тӗлтен иртсе пынӑ чухне пырса пӑхнӑ та иртсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="33">Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ;</verse>
				<verse number="34">вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн;</verse>
				<verse number="35">тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Ӗнтӗ вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ тесе шухӑшлатӑн эсӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Саккунҫӑ: ӑна хӗрхенсе ырӑ тунӑскерӗ, тенӗ. Вара Иисус ӑна каланӑ: кай та эсӗ те ҫапла ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӗсем малалла кайнӑ. Иисус пӗр яла кӗнӗ. Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне илсе кӗнӗ;</verse>
				<verse number="39">унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ; ҫавӑ Иисус ури патне ларнӑ та Унӑн сӑмахне тӑнланӑ.</verse>
				<verse number="40">Марфа вара лайӑх хӑналасшӑн хыпкаланнӑ; вӑл Ун патне пынӑ та каланӑ: Вӗрентекен! йӑмӑкӑм мана пӗчченҫӗмех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ӑна — вӑл мана пулӑштӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Иисус хуравласа каланӑ ӑна: эх, Марфа, Марфа! эсӗ нумайшӑн чӑрманса-хыпкаланса ҫӳретӗн;</verse>
				<verse number="42">кирли вара — пӗрре анчах. Мария лайӑх пая суйласа илчӗ, ҫавна унран туртса илеймӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ҫапла пулнӑ: Иисус пӗр вырӑнта кӗлтуса тӑнӑ; кӗлтуса пӗтерсен Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен пӗри каланӑ Ӑна: Вӗрентекен! Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрентсемччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр: Эй ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр;</verse>
				<verse number="3">куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫарнӑ пек,</verse>
				<verse number="4">пирӗн ҫылӑхсене каҫар пире; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире, тейӗр.</verse>
				<verse number="5">Тата каланӑ вӗсене: калӑпӑр, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулсан тусӗ пултӑр; вӑл тусӗ патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пырса: «тусӑм! мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр парса яр-ха:</verse>
				<verse number="6">ман патӑма ҫула май тусӑм кӗчӗ те, манӑн ӑна ҫитерме нимӗн те ҫук» тетӗр;</verse>
				<verse number="7">лешӗ шалтан ӑна ҫапла хуравлатӑр: «ан чӑрмантар мана, алӑксене те питӗрнӗ, ачамсем те хампа пӗрле вырӑн ҫинче; тӑраймастӑп, сана нимӗн те параймастӑп» тетӗр.</verse>
				<verse number="8">Калатӑп сире: вӑл ӑна, лешӗ тусӗ пулин те, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса мӗн ыйтнине памарӗ пулсан та, тусӗ каймасӑр аптӑратса тӑнине кура тӑрӗ те мӗн чухлӗ ыйтнине парса ярӗ ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ те калатӑп сире: ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире.</verse>
				<verse number="10">Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсассӑн, ашшӗ ӑна чул парӗ-и? е пулӑ ыйтсассӑн, пулӑ вырӑнне ӑна ҫӗлен парӗ-и?</verse>
				<verse number="12">е ҫӑмарта ыйтсассӑн, ӑна скорпион парӗ-и?</verse>
				<verse number="13">Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Иисус пӗррехинче чӗлхесӗр усала хӑваласа кӑларнӑ; усалӗ тухсан, чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ; халӑх тӗлӗнсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="15">Хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: усалсене Вӑл усалсенӗн пуҫлӑхӗ веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Хӑшӗсем тата, Ӑна сӑнаса, Унран тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус каланӑ вӗсене: кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, юхӑнать; кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть;</verse>
				<verse number="18">шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсассӑн, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрӗ? Эсир ман пирки: усалсене Вӑл веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тетӗр.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ усалсене веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, сирӗн ывӑлӑрсем, эппин, кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ вӗсене? Ҫавӑнпа вӗсемех сире айӑплакансем пулӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ усалсене Турӑ хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпӑшалпа сыхласа тӑнӑ чухне унӑн пурлӑхӗ сыхӑ тӑрать;</verse>
				<verse number="22">анчах ӑна хӑйӗнчен вӑйлӑраххи пырса тапӑнса ҫӗнтерсессӗн, вӑл унӑн шанса тӑнӑ мӗнпур хӗҫпӑшалне туртса илӗ, ҫаратса тухнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Кам Манпа пӗрле мар, ҫавӑ Мана хирӗҫ; кам Манпа пӗрле пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет.</verse>
				<verse number="24">Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет — тупаймасть те: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет.</verse>
				<verse number="25">Таврӑнсассӑн ҫурчӗ таса та тирпейлӗ тӑнине курать.</verse>
				<verse number="26">Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл ҫапла каланӑ чухне халӑх хушшинчен Ӑна пӗр хӗрарӑм кӑшкӑрса каланӑ: Сана ҫӗклесе ҫӳренӗ вар, Сана ӗмӗртсе ӳстернӗ кӑкӑр телейлӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Иисус вара каланӑ: Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна пурӑнӑҫласа тӑракансем тата телейлӗрех, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Халӑх нумай пуҫтарӑна пуҫласан, Вӑл каланӑ: ҫак ӑру усал; вӑл хӑват шырать, Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑхла хӑват пулмӗ:</verse>
				<verse number="30">Ниневи хули ҫыннисемшӗн Иона хӑват палли пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫак ӑрушӑн ҫаплах пулӗ.</verse>
				<verse number="31">Сут кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑру ҫыннисене айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур.</verse>
				<verse number="32">Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа сута тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсессӗн ӳкӗннӗ, кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.</verse>
				<verse number="33">Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та курӑнмалла мар ҫӗре е савӑт айне лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ — куҫ; ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ; вӑл начар пулсан, ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ.</verse>
				<verse number="35">Эппин, асту, санӑн ӑшӑнти ҫутту тӗттӗм мар-и?</verse>
				<verse number="36">Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, унта пӗр тӗттӗм пай та пулмасан, вара вӑл хӑвна ҫутаткӑҫ ҫути ҫутатса тӑнӑ пек ҫутӑ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вӑл ҫакна каланӑ чухне Ӑна пӗр фарисей хӑй патне апат ҫиме чӗннӗ; Вӑл пынӑ та ҫиме ларнӑ.</verse>
				<verse number="38">Иисус апат умӗн аллине ҫуманнине курсан, фарисей тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="39">Иисус ӑна каланӑ: халӗ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах сирӗн ӑшӑр-чиккӗр ҫӑткӑнлӑхпа та ултавпа тулнӑ.</verse>
				<verse number="40">Ӑссӑрсем! ӑшне те тулашне Тӑваканниех туман-и вара?</verse>
				<verse number="41">Апла тӑвиччен эсир хӑвӑрӑн мӗн пурринчен мӗскӗнсене парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.</verse>
				<verse number="42">Хуйхӑ ҫитӗ сире, фарисейсем! эсир пӗтнӗкрен, руттӑран, тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗнчен вуннӑмӗш пайне паратӑр, анчах тӳрӗлӗх ҫинчен, Турра юратасси ҫинчен шухӑшламастӑр: ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ.</verse>
				<verse number="43">Хуйхӑ ҫитӗ сире, фарисейсем! эсир синагогӑсенче малта ларма юрататӑр, халӑх пухӑвӗнче хӑвӑра саламланине юрататӑр.</verse>
				<verse number="44">Хуйхӑ ҫитӗ сире, кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, ултавҫӑсем! эсир — курӑнми вилтӑприсем пек: ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах хӑйсем ӑҫта ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Саккунҫӑсенчен пӗри Ӑна каланӑ: Вӗрентекен! ҫапла каласа Эсӗ пире те кӳрентеретӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Иисус каланӑ: саккунҫӑсем, сире те хуйхӑ ҫитӗ: эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем хуратӑр, хӑвӑр вара ӑна пӳрнӗрпе те тӗртӗнсе пӑхмастӑр.</verse>
				<verse number="47">Хуйхӑ ҫитӗ сире: эсир аҫӑрсем вӗлернӗ пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр:</verse>
				<verse number="48">ҫапла эсир аҫӑрсенӗн ӗҫӗсене ырланине палӑртатӑр, вӗсемпе килӗшетӗр: вӗсем пророксене вӗлернӗ, эсир вара пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр.</verse>
				<verse number="49">Ҫавӑнпа та Турӑ ӑслӑлӑхӗ каланӑ: «вӗсем патне пророксем, апостолсем ярӑп, вӗсене хӑшне вӗлерӗҫ, хӑшне хӑваласа ярӗҫ» тенӗ;</verse>
				<verse number="50">тӗнче пулнӑранпа тӑкӑннӑ пур пророксенӗн юнне — Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче вӗлернӗ Захария юнӗ таран — ҫак ӑруран шыраччӑр. Чӑн калатӑп сире, ӑна ҫак ӑруран шырӗҫ.</verse>
				<verse number="51"></verse>
				<verse number="52">Хуйхӑ ҫитӗ сире, саккунҫӑсем: эсир пӗлӳлӗх уҫҫине илтӗр те — хӑвӑр та кӗмерӗр, кӗрекенсене те чартӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="53">Иисус унтан тухсан Ӑна кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ҫулӑхнӑ, Ӑна тӗрлӗрен каварлӑ ыйтусем парса, Унӑн сӑмахӗнче Ӑна епле те пулин айӑпламалли сӑлтав шыранӑ.</verse>
				<verse number="54"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пухӑннӑ, ӗнтӗ тӑвӑр пулнипе пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус малтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене кала пуҫланӑ: фарисейсенӗн кӑвас чустинчен — вӗсен икӗпитлӗхӗнчен — сыхланӑр.</verse>
				<verse number="2">Пытарса хӑварни йӑлтах ҫиеле тухать, вӑрттӑнни те курӑнать.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир тӗттӗм ҫӗрте каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ; пӳртре хӑлхаран каланине пӳрт тӑрринче пурте илтмелле кӑшкӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳте вӗлерекеннисенчен, унтан ытла нимӗн те тума пултарайманнисенчен ан хӑрӑр;</verse>
				<verse number="5">акӑ камран хӑрамаллине каласа парам сире: камӑн вӗлерсен тамӑка пӑрахма ирӗкӗ пур, ҫавӑнтан хӑрӑр; чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр.</verse>
				<verse number="6">Пилӗк пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка икӗ ассарипе сутмаҫҫӗ-и? ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть.</verse>
				<verse number="7">Сирӗн пуҫӑр ҫинчи кашни ҫӳҫ пӗрчи те шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Калатӑп сире: кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсен умӗнче каласа пӗлтерет, ун ҫинчен Этем Ывӑлӗ те Турӑ ангелӗсен умӗнче каласа пӗлтерӗ;</verse>
				<verse number="9">кам ҫынсен умӗнче Манран тунать, унран хӑйӗнчен Турӑ ангелӗсен умӗнче тунӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана кирек кама та каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хурлакана каҫармӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Хӑвӑра синагогӑсене тӳресемпе пуҫлӑхсем умне илсе пырсан, мӗнле хуравласси, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр:</verse>
				<verse number="12">мӗн каламаллине сире ҫав сехетре Таса Сывлӑш вӗрентӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Халӑх хушшинчен пӗри Иисуса каланӑ: Вӗрентекен! манӑн тӑванӑма каласамччӗ, хамӑра юлнӑ пурлӑха мана та уйӑрса патӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Иисус ӑна ҫапла каланӑ: эй этем, сире сут тума е пурлӑхӑра уйӑрма кам лартрӗ Мана? тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Унтан пурне те каланӑ: астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырри ӑнса пулнӑ;</verse>
				<verse number="17">вӑл вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши манӑн? тыррӑма пуҫтарса хума вырӑн ҫук» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Унтан каланӑ: «акӑ мӗн тӑвам: кӗлетӗмсене пӑсам та пысӑк кӗлетсем лартам, мӗнпур тыррӑма, мӗнпур пурлӑхӑма ҫавӑнта пуҫтарса хурам,</verse>
				<verse number="19">вара чунӑма: эй чунӑм! санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать: кан, ӗҫ, ҫи, савӑн» тейӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Анчах Турӑ каланӑ ӑна: «эй ӑссӑр! кӗҫӗрех чунна илӗҫ; эсӗ янтӑласа хуни кама юлӗ?» тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Хӑй валли ҫеҫ мул пуҫтараканӑн, анчах Турӑ умӗнче чухӑн ҫыннӑн ҫапла пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр:</verse>
				<verse number="23">чун ҫимӗҫрен, ӳт тумтиртен аслӑрах.</verse>
				<verse number="24">Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те; вӗсенӗн управӑшсем те, кӗлетсем те ҫук — вӗсене Турӑ тӑрантарать; эсир кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах!</verse>
				<verse number="25">Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑй пӗвне пӗр чике чухлӗ те пулин ӳстерме пултарайӗ-и?</verse>
				<verse number="26">Ҫапла ӗнтӗ пӗчӗкҫӗ ӗҫе те тӑваймастӑр пулсан, ыттишӗн мӗн тӑрӑшатӑр тата?</verse>
				<verse number="27">Лили чечекӗ мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха: вӑл ӗҫлемест те, арламасть те; калатӑп сире: тем тӗрлӗ чаплӑ Соломон та нихӑҫан та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман.</verse>
				<verse number="28">Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана анчах пӑрахмалла хирти курӑка та Турӑ ҫапла тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?</verse>
				<verse number="29">Эппин, пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе ан шырӑр, ан пӑшӑрханӑр;</verse>
				<verse number="30">ҫакна пурне те ку тӗнче ҫыннисем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине вара сирӗн Аҫӑр пӗлсе тӑрать;</verse>
				<verse number="31">пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр, ытти вара пурте пулӗ сире, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Эй пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл турӗ.</verse>
				<verse number="33">Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та мӗскӗнсене парӑр. Хӑвӑр валли тӳпере кивелми ҫӳпҫепе иксӗлми мул хатӗрлесе хурӑр: унта вӑрӑ та ҫывӑхараймасть, кӗве те ҫимест:</verse>
				<verse number="34">ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ.</verse>
				<verse number="35">Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр;</verse>
				<verse number="36">эсир, хуҫи туйран таврӑнассине кӗтсе, вӑл килсе шаккасанах уҫмашкӑн хатӗр тӑракан ҫынсем пек пулӑр.</verse>
				<verse number="37">Хуҫи килнӗ тӗле сыхӑ тӑракан чурасем телейлӗ; чӑн калатӑп сире: вӑл пилӗкне ҫыхӗ те вӗсене кӗрекене лартӗ, вӗсене хӑй пӑха пуҫлӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл иккӗмӗш хурал черетӗнче таврӑнсан та, виҫҫӗмӗш хурал черетӗнче таврӑнсан та чурисем ҫаплах сыхӑ тӑраҫҫӗ пулсан — ҫав чурасем телейлӗ.</verse>
				<verse number="39">Эсир пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш сехетре пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ.</verse>
				<verse number="40">Эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Ҫавӑн чухне Петр Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! ку ытарӑша пире калатӑн-и е пурне те-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Ҫӳлхуҫа каланӑ: хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑ пек пулӑр, хуҫи ӑна ытти тарҫисене вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе тӑма та лартӗ.</verse>
				<verse number="43">Хуҫи таврӑннӑ чухне чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ.</verse>
				<verse number="44">Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ.</verse>
				<verse number="45">Анчах та ҫав чура хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе, арҫын тарҫӑсене, хӗрарӑм тарҫӑсене хӗнеме пуҫласан, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳресен,</verse>
				<verse number="46">унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, суя тӗнлисене айӑпланӑ пек айӑплӗ.</verse>
				<verse number="47">Хуҫи ирӗкне пӗлсе те хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана хытӑ хӗнӗҫ.</verse>
				<verse number="48">Пӗлмесӗр айӑплама тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран ыйтасса та нумай ыйтӗҫ; кама нумай шанса панӑ, унран шырасса та нумай шыраса илӗҫ.</verse>
				<verse number="49">Эпӗ ҫӗр ҫине вут антарма килтӗм, ӑна ӗнтӗ халех тивертсе ярасчӗ!</verse>
				<verse number="50">Асап курмалла Манӑн, ҫавӑ пулса иртессине кӗтсе, Эпӗ питех те тертленетӗп.</verse>
				<verse number="51">Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Калатӑп сире: ҫук, Эпӗ уйӑрма килнӗ;</verse>
				<verse number="52">паянтан вара пӗр ҫуртри пилӗк ҫын уйӑрӑлса, виҫҫӗшӗ — иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ:</verse>
				<verse number="53">ашшӗ — ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ; амӑшӗ — хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ; хунямӑшӗ — кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="54">Унтан халӑха та каланӑ: эсир анӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсанах: «ҫумӑр пулать» тетӗр, чӑнах ҫапла пулать;</verse>
				<verse number="55">кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсессӗн: «шӑрӑх пулать» тетӗр, чӑнах та пулать.</verse>
				<verse number="56">Эй икӗ питлӗскерсем! пӗлӗтпе ҫӗр тӗсне чухлама пӗлетӗр, ҫак хальхи вӑхӑта епле пӗлейместӗр?</verse>
				<verse number="57">Мӗн пулассине мӗншӗн хӑвӑртан та ӑнланса илейместӗр эсир? тенӗ.</verse>
				<verse number="58">Эсӗ хӑвӑнпа тупӑшаканпа пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинче чухнех унран хӑтӑлма тӑрӑш, вӑл сана тӳре патне илсе ан пытӑр, тӳре сана асаплантаракан аллине ан патӑр, асаплантараканӗ вара сана тӗрмене ан хуптӑр.</verse>
				<verse number="59">Калатӑп сана: юлашки ҫур пусна памасӑр та унтан тухаймӑн, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Ӑна Галилея ҫыннисем ҫинчен — Пилат вӗсенӗн юнне хӑйсем парне кӳме илсе килнӗ выльӑхсен юнӗпе хутӑштарни ҫинчен — каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: ҫав Галилея ҫыннисем ҫапла асапланса вилнӗрен вӗсем Галилейӑри ытти ҫынсенчен пуринчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир?</verse>
				<verse number="3">Калатӑп сире: ҫук; ӳкӗнмесессӗн пурсӑр та ҫаплах пӗтетӗр.</verse>
				<verse number="4">Е тата эсир хайхи Силоам пашни ишӗлсе анса вӗлернӗ вунсакӑр ҫын Иерусалимра пурӑнакан ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и?</verse>
				<verse number="5">Калатӑп сире: ҫук; ӳкӗнмесессӗн пурсӑр та ҫаплах пӗтетӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Унтан ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫыннӑн хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчине лартнӑ смоква йывӑҫӗ пулнӑ; вӑл ун ҫимӗҫне шырама пынӑ, анчах тупайман;</verse>
				<verse number="7">вара пахчаҫӑна каланӑ: «акӑ эпӗ ку смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне шырама виҫҫӗмӗш ҫул килетӗп ӗнтӗ, анчах тупаймастӑп; касса пӑрах ӑна: мӗн вӑл ахалех ҫӗр йышӑнса ларать?» тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Лешӗ ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «хуҫамӑм! кӑҫаллӑха та хӑварсам ӑна — эпӗ ун тавра кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам —</verse>
				<verse number="9">ҫитес ҫул ҫимӗҫӗ пулмӗ-и; пулмасан вара касса пӑрахӑн» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Иисус шӑматкун пӗр синагогӑра вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="11">Унта халсӑр тӑвакан усал сывлӑш ернипе вунсакӑр ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ: вӑл кукленсех аннӑ пулнӑ, тӳрӗ тӑма пултарайман.</verse>
				<verse number="12">Ӑна курсассӑн Иисус чӗнсе илсе каланӑ ӑна: хӗрарӑм! эсӗ чирӗнтен хӑтӑлатӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Унтан ун ҫине аллине хунӑ та — лешӗ вара ҫавӑнтах тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн чухне синагога пуҫлӑхӗ, Иисус шӑматкун сыватнӑшӑн ҫилленсе кайса, халӑха каланӑ: ултӑ кун пур, мӗн тӑвассине ҫав кунсенче тӑвас пулать; чиртен сывалмашкӑн ҫав кунсенче килӗр, шӑматкун ан килӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй икӗ питлӗскер! эсир кашниех хӑйӗн вӑкӑрне е ашакне шӑматкун сырӑш ҫумӗнчен салтса илсе шӑварма ҫавӑтса каймастӑр-и вара?</verse>
				<verse number="16">Ҫак Авраам хӗрне, вунсакӑр ҫул хушши шуйттан ҫыхса тӑраканскере, ҫав ҫыхӑран шӑматкун хӑтармалла марччӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫ тӑракансем пурте намӑсланнӑ; пӗтӗм халӑх вара Унӑн пур мухтавлӑ ӗҫӗшӗн савӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл малалла каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ мӗн евӗрлӗ? ӑна мӗнпе танлаштарам-ши?</verse>
				<verse number="19">Ӑна ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хӑйӗн пахчине сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи акнӑ; ҫав пӗрчӗ шӑтса ӳснӗ те пысӑк йывӑҫ пулнӑ, ӗнтӗ унӑн турачӗсем хушшине вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Татах каланӑ: Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарам-ши?</verse>
				<verse number="21">Ӑна ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр хӗрарӑм кӑвас чусти илнӗ те ҫавна виҫӗ виҫе ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Унтан Иисус хуласем тӑрӑх, ялсем тӑрӑх вӗрентсе ҫӳресе Иерусалималла кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Пӗр ҫын Ӑна: эй Ҫӳлхуҫа! ҫӑлӑнакан чӑнахах та сахал-им? тенӗ. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="24">тӑвӑр хапхаран кӗме тӑрӑшӑр, калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗресшӗн пулӗ — анчах кӗреймӗ.</verse>
				<verse number="25">Кил хуҫи тӑрса алӑкне питӗрсе хурӗ те, сирӗн вара тул енче тӑрса алӑкран шаккаса: «Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! уҫса кӳртсем пире» темелле пулӗ. Анчах Вӑл сире хирӗҫ: «Эпӗ эсир ӑҫтан килнине пӗлместӗп» тейӗ.</verse>
				<verse number="26">Эсир вара калатӑр: «эпир Сан умӑнтах ӗҫсе ҫиеттӗмӗр, Эсӗ пирӗн урамсенчех вӗрентеттӗн» теетӗр.</verse>
				<verse number="27">Вӑл ҫапла калӗ: «калатӑп сире: Эпӗ эсир ӑҫтан килнине пӗлместӗп; тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакансем, пурсӑр та кайӑр Ман патӑмран!» тейӗ.</verse>
				<verse number="28">Эсир Турӑ Патшалӑхӗнче Авраама, Исаака, Иакова тата пур пророка та курсассӑн, хӑвӑра ҫавӑнтан хӑваласа кӑларнине курсассӑн, унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ.</verse>
				<verse number="29">Тухӑҫпа анӑҫ енчен, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енчен килӗҫ те Турӑ Патшалӑхӗнче кӗрекене ларӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Акӑ ӗнтӗ малтисем пулас кайрисем, кайрисем пулас малтисем пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫав кун темиҫе фарисей пынӑ та каланӑ Ӑна: Эсӗ кунтан тухса кай — Ирод Сана вӗлересшӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл вӗсене каланӑ: кайса калӑр ҫав тилле: акӑ Эпӗ паян та, ыран та усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫҫӗмӗш кунне вӗҫлӗп;</verse>
				<verse number="33">анчах Манӑн паян та, ыран та, тепӗр кун та каймалла-ха, мӗншӗн тесессӗн пророка урӑх ҫӗрте мар, Иерусалимра вӗлереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="34">Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!</verse>
				<verse number="35">Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. Калатӑп сире: хӑвӑр: «Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе калас вӑхӑт ҫитиччен эсир текех Мана кураймӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Пӗррехинче шӑматкун Иисусӑн пӗр фарисейсен пуҫлӑхӗн килӗнче апатланма тӳр килнӗ; Ӑна сӑнасах тӑнӑ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ Ун умне шыв чирӗпе асапланакан ҫын пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫав майпа Иисус саккунҫӑсемпе фарисейсенчен ыйтнӑ: шӑматкун чиртен сыватма юрать-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Лешӗсем чӗнмен. Вара Иисус ӑна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне вӗсене каланӑ: сирӗн хушшӑрта камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ пусса кайсан, вӑл ӑна, шӑматкун пулсан та, ҫийӗнчех туртса кӑлармӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна хирӗҫ Ӑна нимӗн те калайман.</verse>
				<verse number="7">Чӗннӗ хӑнасем малти вырӑнсене суйласа ларнине курсассӑн, вӗсене Вӑл ытарӑш каласа панӑ:</verse>
				<verse number="8">сана пӗр-пӗр ҫын туя чӗнсен, эсӗ малти вырӑна кӗрсе ан лар: унӑн чӗннӗ хӑнисем хушшинче, тен, санран хисеплӗреххи пулӗ,</verse>
				<verse number="9">вара сана та, ӑна та чӗнекен хуҫа сан патна пырӗ те: «ху вырӑнна ҫакна ларт-ха» тейӗ; ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, хӑвна хӑнана чӗнекеннин сан патна пырса: «тусӑм! тӗпелерех иртсе лар» тесе каламалла пултӑр; сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ:</verse>
				<verse number="11">кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Тата Хӑйне чӗнсе кӗртекене те каланӑ: эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чухне тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене, пуян кӳршӳсене ан чӗн, кайран вӗсем те сана чӗнӗҫ те, ҫавӑ саншӑн ырӑлӑх илни пулӗ.</verse>
				<verse number="13">Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвас пулсассӑн ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене чӗн:</verse>
				<verse number="14">вӗсенӗн сана ырӑпа тавӑрмашкӑн нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа эсӗ телейлӗ пулӑн: уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан тавӑрса парӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫакна илтсессӗн Унпа пӗрле кӗрекере ларакансенчен пӗри каланӑ Ӑна: Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл ӑна каланӑ: пӗр ҫын каҫхи пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, йышлӑ хӑна чӗннӗ;</verse>
				<verse number="17">ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл хӑйӗн чурине чӗнсе хӑнисем патне: «ӗнтӗ пурте хатӗр — пырӑр» тесе калама янӑ.</verse>
				<verse number="18">Анчах лешӗсем, пӗрле сӑмах татнӑ пек, каҫару ыйта пуҫланӑ. Пӗри ӑна каланӑ: «эпӗ ҫӗр туянтӑм, манӑн ҫавна пӑхма каймалла; ӗнтӗ каҫарсам мана» тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Тепӗри каланӑ: «эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, ҫавсене ҫӳретсе пӑхма каятӑп; ӗнтӗ каҫарсам мана» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Виҫҫӗмӗшӗ тата: «эпӗ авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Чури таврӑннӑ та ҫакна хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи вара, ҫилленсе ҫитсе, чурине каланӑ: «часрах хула урамӗсене, тӑкӑрлӑкӗсене кай та ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене илсе кил кунта» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Чури ӗнтӗ: «хуҫамӑм! эсӗ хушнӑ пек турӑм, вырӑн тата та пур-ха» тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Хуҫи каланӑ ӑна: «эппин, ҫулсем-сукмаксем тӑрӑх кай, ҫатан-вӗрлӗк таврашне ҫитсе ӳкӗтлесе ҫӳре, ҫуртӑм туллиех тултӑр.</verse>
				<verse number="24">Калатӑп сире: ҫав чӗнсе хунисенчен манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗме пӗри те ӗҫсе ҫиеймӗ: чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Иисуспа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх пынӑ; Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхса вӗсене каланӑ:</verse>
				<verse number="26">Ман патӑма килекен хӑй ашшӗне, амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, пиччӗшне-шӑллӗне, аппӑшне-йӑмӑкне, ҫавӑн пекех тата хӑйӗн пурӑнӑҫне те курайми пулмасан, вӑл Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть;</verse>
				<verse number="27">кам хӑйӗн хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть.</verse>
				<verse number="28">Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?</verse>
				<verse number="29">Унсӑрӑн никӗсне хурсан, туса пӗтереймесен, куракансем пурте кулӗҫ унран:</verse>
				<verse number="30">«ку ҫын тума пуҫларӗ те туса пӗтереймерӗ» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="31">Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫа каяс умӗн хӑй ҫине ҫирӗм пин ҫынпа пыракан патшана вунӑ пин ҫынпа хирӗҫ тӑма вӑйӗ ҫитессипе ҫитмесси ҫинчен епле-ха малтан ларса канаш тумӗ?</verse>
				<verse number="32">Вӑйӗ ҫитес пек туйӑнмасан, лешӗ аякра чухнех вӑл ун патне килӗшӳ сӗнсе хӑйӗн ҫыннисене ярӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫавӑн пекех эсир те нихӑшӗ те, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхӗнчен уйӑрӑлмасан, Манӑн вӗренекенӗм пулаймӑр.</verse>
				<verse number="34">Тӑвар — ырӑ япала; анчах тӑвар хӑйӗн хӑватне ҫухатсан, ӑна епле хӑват кӗртмелле?</verse>
				<verse number="35">Вӑл ӗнтӗ ҫӗре те, тислӗке те юрӑхлӑ мар — ӑна кӑларса тӑкаҫҫӗ. Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Пӗррехинче Иисус сӑмахне итлеме пынӑ куланай пухакансем тата ытти ҫылӑхлӑ ҫынсем Ун тавра нумаййӑн пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="2">Фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем ӗнтӗ ӳпкелешсе калаҫнӑ: Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене хапӑл тӑвать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вара вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ:</verse>
				<verse number="4">сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӑл вӗсенчен пӗрне ҫухатсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӗшне пушхире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и?</verse>
				<verse number="5">Тупсассӑн савӑннипе ӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ;</verse>
				<verse number="6">килне таврӑнсан тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене ҫапла калӗ: «савӑнӑр манпа пӗрле — эпӗ ҫухалнӑ сурӑхӑма тупрӑм» тейӗ.</verse>
				<verse number="7">Калатӑп сире: тӳпере те ҫапла пулӗ: пӗр ӳкӗнекен ҫылӑхлӑ ҫыншӑн ӳкӗнмелли ҫылӑхсӑр тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сӑваплӑ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Е тата пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗр драхмине ҫухатсан, ҫурта ҫутса, урайне шӑла-шӑла, мӗн тупичченех епле тӑрӑшса шырамӗ ӑна?</verse>
				<verse number="9">Тупсассӑн вӑл тусӗсене, кӳршӗ арӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те калӗ: «савӑнӑр манпа пӗрле, эпӗ ҫухатнӑ драхмӑна тупрӑм» тейӗ.</verse>
				<verse number="10">Калатӑп сире: пӗр ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен те Турӑ ангелӗсем ҫавӑн пек савӑнаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Тата каланӑ: пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ;</verse>
				<verse number="12">кӗҫӗнни ашшӗне каланӑ: «атте! мана хама тивӗҫлӗ пурлӑха уйӑрса пар» тенӗ. Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑхне уйӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="13">Нумай та вӑхӑт иртмен, кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе пуҫтарнӑ та аякри ҫӗре тухса кайнӑ; унта аскӑнланса пурӑнса хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="14">Пурлӑхӗ пӗтнӗ вӑхӑтра ҫав ҫӗршывра хаяр выҫлӑх пулнӑ, вӑл ӗнтӗ аптӑра пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="15">вӑл вара ҫав ҫӗрте пурӑнакан пӗр ҫын патне кайса тара кӗрӗшнӗ; лешӗ ӑна хӑй хирне сысна кӗтме янӑ;</verse>
				<verse number="16">вӑл хӑй хырӑмне сысна ҫиекен ҫимӗҫпе тӑрантарса пурӑнма та хавас пулнӑ, анчах ӑна никам та нимӗн те паман.</verse>
				<verse number="17">Вара вӑл шухӑшласа илнӗ те каланӑ: «манӑн аттемӗн мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе пурӑнать, эпӗ выҫӑ вилетӗп!</verse>
				<verse number="18">тӑрам та аттем патне каям, ӑна калам: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм,</verse>
				<verse number="19">ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар; мана хӑв патна тарҫа илсемччӗ, тейӗп» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Тӑнӑ та ашшӗ патне тухса кайнӑ. Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та, хӗрхенсе, хирӗҫ чупса пырса мӑйӗнчен ыталаса чуптӑва пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="21">Ывӑлӗ ӑна каланӑ: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр;</verse>
				<verse number="23">тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар:</verse>
				<verse number="24">ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ. Вара савӑна пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="25">Аслӑ ывӑлӗ унӑн хирте пулнӑ; киле таврӑннӑ чухне вӑл, ҫурчӗ патне ҫитсен, савӑнса юрланине, хаваслӑ шава илтнӗ те</verse>
				<verse number="26">пӗр тарҫине чӗнсе илсе ыйтнӑ: «кунта мӗн пулнӑ?» тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Лешӗ каланӑ ӑна: «шӑллу таврӑнчӗ; аҫу, вӑл сывӑ таврӑннишӗн савӑннипе, ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарчӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ку ҫилленнӗ те пӳрте те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл ашшӗне ҫапла хуравласа каланӑ: «акӑ эпӗ миҫе ҫул саншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑп, нихӑҫан та санӑн сӑмахунтан иртмен эпӗ; ҫапах та эсӗ мана тусӑмсемпе савӑнмашкӑн нихӑҫан та качака путекки те памарӑн;</verse>
				<verse number="30">ку ывӑлу, хӑй пурлӑхне аскӑн хӗрарӑмсемпе ҫӳресе салатса пӗтернӗскер, килнӗ те, уншӑн эсӗ ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарнӑ» тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Ашшӗ ӑна каланӑ: «эй ывӑлӑм! эсӗ яланах манпа пӗрле, манӑн мӗн пурри пурте санӑн;</verse>
				<verse number="32">мӗнле савӑнас-хӗпӗртес мар-ха: санӑн ку шӑллу вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене те каланӑ: пӗр пуян ҫын пулнӑ; унӑн кил-ҫурт пӑхаканни пулнӑ; ҫавӑн ҫинчен ӑна «вӑл санӑн пурлӑхна салатса пӗтерет» тесе хыпар ҫитернӗ;</verse>
				<verse number="2">хуҫи ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: «сан ҫинчен мӗн илтетӗп эпӗ капла? пурлӑхӑма епле пӑхса-упраса тӑни ҫинчен тӗппипе каласа пар — текех эсӗ манӑн кил-ҫуртӑма пӑхса тӑраймастӑн» тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара кил-ҫурт пӑхакан хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши? хуҫа мана кил-ҫурт пӑхаканран кӑларать; ҫӗр ӗҫлеме пултараймастӑп, ыйткаласа ҫӳреме вӑтанатӑп;</verse>
				<verse number="4">кунтан кил-ҫурт пӑхаканран кӑларсан, мана ҫынсем хӑйсем патне илччӗр тесен, мӗн тумаллине пӗлетӗп эпӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан вӑл хуҫине парӑм тӳлемелли ҫынсене пӗрерӗн-пӗрерӗн чӗнсе илнӗ те пӗрне каланӑ: «ман хуҫана санӑн мӗн чухлӗ памаллаччӗ-ха?» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Лешӗ: «ҫӗр виҫе ҫу» тенӗ. Вӑл ӑна каланӑ: «парӑм хутне ил те, халех лар та «аллӑ» тесе ҫырса хур» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Унтан тепӗрне каланӑ: «санӑн мӗн чухлӗ памалла?» тенӗ. Лешӗ: «ҫӗр виҫе тулӑ» тенӗ. Ӑна та каланӑ: парӑм хутне ил те «сакӑрвуннӑ» тесе ҫырса хур, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Хуҫи вара кил-ҫуртне пӑхнӑ ултавҫӑ ҫынна ҫапла тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн мухтанӑ: ку ӗмӗрӗн ачисем хӑйсенӗн хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ те сире калатӑп: ултавпа пухнӑ мулӑрпа хӑвӑр валли туссем тупса хурӑр; хӑвӑр ҫука юлсан, сире вӗсем ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илччӗр.</verse>
				<verse number="10">Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑкли нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ, сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑксӑрри нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑксӑр.</verse>
				<verse number="11">Эсир ӗнтӗ ултавпа пухнӑ пуянлӑх тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулмасан, чӑннине сире кам шанса парӗ?</verse>
				<verse number="12">Ют пурлӑха шанса пама ҫук пулсан, хӑвӑрӑнне сире кам шанса парӗ?</verse>
				<verse number="13">Ниепле чура та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрне курайми пулӗ, е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакна укҫа юратакан фарисейсем те илтнӗ, вӗсем Унран кулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑра ҫын умӗнче тӳрӗ ҫынсем пек кӑтартатӑр, анчах Турӑ сирӗн чӗрӗре пӗлсе тӑрать: ҫынсем мӗне хисепе хуни Турӑ умӗнче ирсӗр вӑл.</verse>
				<verse number="16">Саккунпа пророксем Иоанн киличчен ҫеҫ пулнӑ, халӗ вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарӑлать; кирек кам та унта кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать.</verse>
				<verse number="17">Ҫапах та саккунри пӗр йӗр те пулин пӑрахӑҫланиччен маларах тӳпепе ҫӗр пӗтӗ.</verse>
				<verse number="18">Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса тепӗрне качча илет пулсан, аскӑн ӗҫ тӑвать; упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать.</verse>
				<verse number="19">Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ; вӑл порфирӑпа виссон тӑхӑнса ҫӳренӗ; кулленех чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="20">Тата пӗр Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ пулнӑ; вӑл, юхан-суранлӑскер, ҫав пуянӑн хапхи умӗнче выртнӑ;</verse>
				<verse number="21">вӑл унӑн сӗтелӗ ҫинчен ӳкекен тӗпренчӗксемпе тӑранса пурӑнасшӑн пулнӑ; унӑн суранӗсене йытӑсем пыра-пыра ҫуланӑ.</verse>
				<verse number="22">Кӗлмӗҫ вилнӗ, ангелсем ӑна, Авраампа юнашар пултӑр тесе, ун патне илсе кайнӑ; пуян та вилнӗ, ӑна пытарнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл тамӑкра асапланнӑ чухне ҫӳлелле пӑхнӑ та, аякран Авраампа унӑн ҫумӗнчи Лазаре курса, кӑшкӑрса каланӑ:</verse>
				<verse number="24">«эй Авраам аттем! хӗрхенсем мана — Лазаре кунта ярсам, вӑл пӳрни вӗҫне шывпа йӗпетсе манӑн чӗлхеме сивӗтинччӗ; эпӗ ку ҫулӑм ӑшӗнче чӑтма ҫук асапланатӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Авраам каланӑ: «ачам! астуса ил-ха: ыррине эсӗ ху пурӑнӑҫӑнта куртӑн ӗнтӗ, Лазарь вара усаллине курчӗ; халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ асапланатӑн;</verse>
				<verse number="26">ҫитменнине тата сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта — тӗпсӗр шырлан, ҫавӑнпа кунтан сирӗн пата каҫас теекенсем ун пек тӑваймаҫҫӗ, унтан та пирӗн пата каҫаймаҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Лешӗ вара каланӑ: «эй аттем! тархаслатӑп сана, эппин, ӑна манӑн атте килне ярсам:</verse>
				<verse number="28">манпа пӗртӑван тата пилӗк ывӑл; вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗрччӗ: вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Авраам ӑна каланӑ: «вӗсенӗн Моисей тата пророксем пур; ҫавсене итлеччӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Лешӗ каланӑ: «ҫук, Авраам атте, вилнисенчен кам та пулин вӗсем патне пырсан, вӗсем ӳкӗнӗччӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Вара Авраам каланӑ ӑна: «вӗсем Моисее те, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрас пулсан та ӗненмӗҫ» тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Иисус тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: илӗртӳ-ултав пулатех, анчах та ҫакӑ кам урлӑ килет, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ:</verse>
				<verse number="2">кам ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗрет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр. Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, эсӗ ӳкӗтле ӑна; ӳкӗнсессӗн, каҫар ӑна;</verse>
				<verse number="4">вӑл сана урлӑ пырса кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, кунне ҫичӗ хут каялла пырса: «ӳкӗнетӗп» тесессӗн, каҫар ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Апостолсем Ҫӳлхуҫана каланӑ: пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа каланӑ: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак смоква йывӑҫне: «кунтан тӗпӗ-тымарупах тӑпӑлса тух та тинӗсе куҫса лар» тесессӗн, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="7">Суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чури хиртен таврӑнсан, сирӗн хушшӑртан кам ӑна: «кил часрах, сӗтел хушшине лар» тесе калӗ?</verse>
				<verse number="8">Урӑхла каламӗ-и ӑна: «ман валли каҫхи апат хатӗрле, пилӗкне ҫых та мана пӑхма пуҫла, эпӗ ӗҫсе ҫием, кайран вара ху ӗҫсе ҫи» темӗ-и?</verse>
				<verse number="9">Хуҫи ҫав чурине хӑй хушнине тунӑшӑн тав тӑвӗ-и? Тав тӑвӗ тесе шухӑшламастӑп.</verse>
				<verse number="10">Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те туса ҫитерсен калӑр: «эпир ниме юрӑхсӑр чурасем ҫеҫ, эпир хамӑр тума тивӗҫлине анчах турӑмӑр» тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Иерусалима кайнӑ чухне Вӑл Самарипе Галилея хушшинчен иртсе пынӑ.</verse>
				<verse number="12">Пӗр яла кӗнӗ чухне Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ; вӗсем айккинче чарӑнса тӑнӑ та</verse>
				<verse number="13">хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен Иисус! хӗрхенсем пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӑл вӗсене курсан каланӑ: кайӑр та хӑвӑра священниксене кӑтартӑр, тенӗ. Лешӗсем вара кайнӑ чухнех тасалнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсенчен пӗри, хӑй тасалнине курсассӑн, хытӑ сасӑпа Турра мухтаса, каялла таврӑннӑ та</verse>
				<verse number="16">Иисуса тав туса Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ; вӑл Самари ҫынни пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ: вуннӑн тасалманччӗ-и-ха? тӑххӑрӑшӗ ӑҫта?</verse>
				<verse number="18">Ҫак ют халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем епле-ха Турра мухтама таврӑнмарӗҫ? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Унтан ӑна: тӑр та каях ӗнтӗ, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Фарисейсем Унран: Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килмелле? тесе ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ курӑнса килмест,</verse>
				<verse number="21">ун ҫинчен: «вӑл акӑ кунта» е «авӑ унта» тесе каламӗҫ: Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр;</verse>
				<verse number="23">сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр:</verse>
				<verse number="24">ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ.</verse>
				<verse number="25">Анчах та унччен малтан Унӑн нумай асап курмалла, ҫак ӑру Ӑна йышӑнмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кунсенче те ҫаплах пулӗ:</verse>
				<verse number="27">Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ; талай ҫитнӗ те — пурне те пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="28">Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ: ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, туяннӑ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ;</verse>
				<verse number="29">анчах та Лот Содомран тухнӑ кун ҫӳлтен вутлӑ, кӳкӗртлӗ ҫумӑр ҫунӑ та — пурне те пӗтернӗ;</verse>
				<verse number="30">Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫав кун кам та пулин ҫурт тӑрринче пулсассӑн, япалисем ҫуртӗнче пулсассӑн, вӑл вӗсене илес тесе ҫӗре ан антӑр; кам та пулин хирте пулсассӑн, вӑл та каялла ан таврӑнтӑр.</verse>
				<verse number="32">Лот арӑмне асӑрта тытса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="33">Кам хӑйӗн чунне упрасшӑн тӑрӑшӗ, ҫавӑ ӑна пӗтерӗ, кам ӑна пӗтерӗ, ҫавӑ ӑна хӑтарӗ.</verse>
				<verse number="34">Калатӑп сире: ҫав каҫ пӗр вырӑн ҫинчи икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ;</verse>
				<verse number="35">икӗ хӗрарӑм пӗрле алӑ арманӗ авӑртӗ: пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ;</verse>
				<verse number="36">иккӗн хирте пулӗҫ: пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вара вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: Ҫӳлхуҫамӑр, ку ӑҫта пулӗ? тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: виле выртакан ҫӗре ӑмӑрткайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Вӗсене тата яланах кӗлтума кирли ҫинчен, хавшаса ӳкме юраманни ҫинчен ытарлӑн ҫапла каласа панӑ:</verse>
				<verse number="2">пӗр хулара Турӑран та хӑраман, ҫынран та вӑтанман тӳре пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫав хуларах тата пӗр тӑлӑх арӑм пулнӑ; вӑл тӳре патне пыра-пыра: «мана хампа тавлӑ ҫынран хӳтӗлесем» тесе йӑлӑннӑ.</verse>
				<verse number="4">Лешӗ чылайччен ӳкӗте кӗмен. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутласа илнӗ: «эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынран та вӑтанмастӑп пулин те,</verse>
				<verse number="5">ку тӑлӑх арӑм канӑҫ памасть мана, хӳтӗлес ӑна — урӑх кунта килсе мана йӑлӑхтарса ан ҫӳретӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Унтан Иисус каланӑ: илтетӗр-и, ҫав тӳрӗ мар тӳре мӗн калать?</verse>
				<verse number="7">Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, кунӗн-ҫӗрӗн Хӑйне йӑлӑнакансене, васкасах хӑтармасан та, хӑтармасӑр хӑварӗ-и вара?</verse>
				<verse number="8">Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен, ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Тата хӑшӗ-пӗрисене — хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ тесе шутлакансене, ыттисене хурлакансене — ҫак ытарӑша каласа панӑ:</verse>
				<verse number="10">икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ, пӗри фарисей, тепӗри куланай пухакан пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Фарисейӗ кӗлтума тӑрсан хӑй ӑшӗнче ҫапла каласа кӗлтунӑ: «эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар:</verse>
				<verse number="12">эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне Турра паратӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Куланай пухаканӗ вара, айккинче тӑраканскер, куҫне уҫса ҫӳлелле пӑхма та хӑяйман; хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа: «эй Турӑҫӑм! хӗрхенсем мана, ҫылӑхлӑскере» тесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="14">Калатӑп сире: вӑл ӗнтӗ килне фарисейрен ытларах тӳрре тухса таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе, Ун патне пӗчӗк ачасене илсе пынӑ; ҫавна курсан, вӗренекенӗсем вӗсене чарса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="16">Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — вӗсем евӗрлисемшӗн.</verse>
				<verse number="17">Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Иисус каланӑ ӑна: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар;</verse>
				<verse number="20">ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан, ан вӗлер, ан вӑрла, суя ан кӳнтеле, аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Лешӗ ӗнтӗ: эпӗ ҫакна пурне те ачаранпах туса тӑратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: мӗнпур пурлӑхна сут та чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫакна илтсен лешӗ салхуланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Иисус вӑл салхуланнине курса каланӑ: пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн!</verse>
				<verse number="25">Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫакна илтекенсем каланӑ: кам ҫӑлӑнма пултарӗ апла? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл: этем пултарайманнине Турӑ пултарать, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вара Петр каланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: кам та кам Турӑ Патшалӑхӗшӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене пӑрахса хӑварать,</verse>
				<verse number="30">ҫавӑ хальхи вӑхӑтрах ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иисус вуникӗ вӗренекенне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех вырӑна килӗ:</verse>
				<verse number="32">Ӑна суя тӗнлӗ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна мӑшкӑллӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ,</verse>
				<verse number="33">хӗнӗҫ, вӗлерӗҫ Ӑна; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Анчах вӗренекенӗсем ҫапла каланинчен нимӗн те ӑнланса илеймен; ҫав сӑмахсем вӗсемшӗн ӑнланмалла мар пулнӑ, Иисус мӗн каланине вӗсем пӗлеймесӗрех юлнӑ.</verse>
				<verse number="35">Вӑл Иерихон патне ҫывӑхарса пынӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ҫын ыйткаласа ларнӑ;</verse>
				<verse number="36">вӑл хӑй ҫумӗпе халӑх иртнине илтнӗ те: мӗн ку? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="37">Ӑна Назарет Иисусӗ иртсе пыни ҫинчен каланӑ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл вара кӑшкӑрсах янӑ: эй Давид Ывӑлӗ Иисус! хӗрхенсемччӗ мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Малта пыраканнисем ӑна шӑпланма хушнӑ; анчах вӑл тата хыттӑнрах: эй Давид Ывӑлӗ! хӗрхенсемччӗ мана, тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="40">Иисус чарӑнса тӑнӑ та ӑна Хӑй патне ҫавӑтса пыма хушнӑ. Лешӗ Ун патне пырса тӑрсан, Иисус унран ыйтнӑ:</verse>
				<verse number="41">эсӗ Мана мӗн тутарасшӑн? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! манӑн куракан пуласчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Иисус ӑна каланӑ: куракан пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Лешӗ вара ҫавӑ самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫакна курсассӑн пӗтӗм халӑх Турра мухтанӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иерихон хулине кӗрсе ун витӗр иртсе пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Акӑ пӗр Закхей ятлӑ пуян ҫын, куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ,</verse>
				<verse number="3">Иисус еплескер-ши Вӑл тесе, ӑна курма тӑрӑшнӑ та, анчах хӑй лутра пулнӑран Ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман;</verse>
				<verse number="4">вӑл вара маларах чупса кайнӑ та Ӑна курасшӑн смоква йывӑҫӗ ҫине улӑхса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иисусӑн ҫав йывӑҫ патӗнчен иртсе каймалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫав тӗле ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ӑна курса каланӑ: Закхей! ан хӑвӑртрах, Манӑн паян санӑн килӳнте пулмалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Лешӗ вара васкаса аннӑ та Ӑна савӑнсах хӑй патне илсе кӗнӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавна курсан пурте ӳпкелеше пуҫланӑ: Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вара Закхей тӑнӑ та Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ ӗнтӗ хамӑн пурлӑхӑмӑн ҫуррине чухӑнсене парӑп, тата кама та пулин мӗнле те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн, ӑна тӑватӑ хут ытла тавӑрса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иисус каланӑ ӑна: паян ҫак киле ҫӑлӑнас кунӗ ҫитрӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ҫын та Авраам ывӑлӗ:</verse>
				<verse number="10">Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫакна итлесе тӑракансене Вӑл тата пӗр ытарӑш каласа панӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалим патне ҫывӑхарса пынӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна итлекенсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл ҫапла каланӑ: || пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ;</verse>
				<verse number="13">вӑл хӑйӗн вунӑ тарҫине чӗнсе илсе, вӗсене вунӑ мина парса каланӑ: «эпӗ таврӑниччен ҫакна ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Анчах хӑй ҫӗрӗнчи ҫынсем ӑна курайман; вӗсем ун хыҫӗнчен «вӑл пирӗн патша ан пултӑр» тесе калама ҫынсем янӑ.</verse>
				<verse number="15">Патшана ларма ирӗк илсе таврӑнсан, леш ҫынни хӑй укҫа парса хӑварнӑ тарҫисене — кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине пӗлмешкӗн — хӑй патне чӗнтернӗ.</verse>
				<verse number="16">Пӗри пынӑ та каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ панӑ пӗр мина вунӑ мина тупӑш кӳчӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ чура; эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, ҫавӑнпа эсӗ вунӑ хулана тытса тӑракан пуҫлӑх пул» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Тепӗри пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ панӑ пӗр мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Хуҫи ӑна та каланӑ: «эсӗ те пилӗк хулана тытса тӑракан пуҫлӑх пул» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Виҫҫӗмӗшӗ пырса каланӑ: «хуҫамӑм! акӑ санӑн укҫу, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм,</verse>
				<verse number="21">мӗншӗн тесессӗн эпӗ санран хӑрарӑм: эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын, эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Хуҫи ӑна каланӑ: «эй усал чура, ху каланӑ сӑмахпах айӑплам сана: эпӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне, хумасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине пӗле тӑркач,</verse>
				<verse number="23">мӗншӗн-ха эсӗ ман кӗмӗле ӗҫе хывмарӑн — таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Унтан хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: «унран минӑна илӗр те вунӑ минӑллине парӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ӑна каланӑ: «хуҫамӑр! унӑн вунӑ мина пур» тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Хуҫи: «калатӑп сире — камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Мана хӑйсен патши ан пултӑр теекен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам умрах вӗлерӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакна каласан Иисус малалла кайнӑ, Вӑл Иерусалималла улӑхнӑ.</verse>
				<verse number="29">Елеон теекен ту тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ:</verse>
				<verse number="30">ҫак хамӑр умри яла кайӑр; унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр;</verse>
				<verse number="31">кам та пулин сире: «мӗншӗн вӗҫертетӗр»? тесе ыйтсассӑн, эсир ӑна ҫапла калӑр: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Лешӗсем кайнӑ вара, пӗтӗмпе Вӑл каланӑ пек пулнӑ.</verse>
				<verse number="33">Вӗсем ҫамрӑк ашака вӗҫертсе илнӗ чухне унӑн хуҫисем вӗсене каланӑ: ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вӗсем ҫапла хуравланӑ: вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Ӑна вара Иисус патне ҫавӑтса пынӑ; унтан ашак тихи ҫине хӑйсен тумтирне сарса хунӑ та Иисуса ун ҫине хӑпарса ларма пулӑшнӑ.</verse>
				<verse number="36">Вӑл пынӑ чухне ҫынсем хӑйсен тумтирне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ.</verse>
				<verse number="37">Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли ҫӗре ҫывӑхарсан, вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ пур хӑватсемшӗн те Турра савӑнӑҫлӑн та хыттӑн кӑшкӑрса мухтама пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="38">Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен Патша мухтавлӑ! тӳпере канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав! тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Халӑх хушшинчен хӑш-пӗр фарисейсем Иисуса каланӑ: Вӗрентекен! вӗренекенӳсене чар, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: калатӑп сире: вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрса ярӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ та</verse>
				<verse number="42">каланӑ: эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать:</verse>
				<verse number="43">акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ;</verse>
				<verse number="44">сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлма килнӗ вӑхӑта пӗлмерӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑлара пуҫланӑ,</verse>
				<verse number="46">каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑм — кӗлӗ ҫурчӗ» тесе ҫырнӑ, эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="47">Вӑл кулленех Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем Ӑна пӗтерме май шыранӑ,</verse>
				<verse number="48">анчах пӗтӗм халӑх пӗр хӑпмасӑр Ӑна итленӗрен вӗсем Ӑна нимӗн те тӑвайман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ кунсенче, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсемпе аслӑ ҫынсем пынӑ та</verse>
				<verse number="2">каланӑ Ӑна: кала-ха пире, Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам, калӑр-ха Мана:</verse>
				<verse number="4">Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен пулнӑ-и, этемрен-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Лешӗсем хӑйсем хушшинче канашланӑ: «ҫӳлтен» тесессӗн, Вӑл пире: «апла пулсан мӗншӗн ӗненмерӗр ӑна?» тейӗ;</verse>
				<verse number="6">«этемрен» тесессӗн, пӗтӗм халӑх пире чулпа персе вӗлерӗ, мӗншӗн тесессӗн пурте Иоана пророк тесе ӗненеҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара вӗсем: ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр, тесе хуравланӑ.</verse>
				<verse number="8">Иисус вӗсене каланӑ: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Унтан Вӑл халӑха ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та, ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварса, хӑй нумай вӑхӑта тухса кайнӑ;</verse>
				<verse number="10">вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн чурине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ; анчах пахчаҫӑсем ӑна хӗнесе пӗтерсе пуш алӑпах кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр чурине янӑ; вӗсем ӑна та хӗнесе, хӑртса, пуш алӑпах кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="12">Унтан виҫҫӗмӗш чурине янӑ; вӗсем ӑна та суранлантарса пӗтерсе, хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="13">Вара пахча хуҫи каланӑ: «мӗн тӑвас ӗнтӗ манӑн? хамӑн савнӑ ывӑлӑма ярам-ха, тен, ӑна курсан вӑтанӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Хуҫа ывӑлне курсассӑн, пахчаҫӑсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: «ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла; атьӑр ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер» тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Вара ӑна пахчаран илсе тухса вӗлернӗ. Пахча хуҫи мӗн тӑвӗ ӗнтӗ вӗсене?</verse>
				<verse number="16">Килӗ те ҫав пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ, тенӗ. Ҫакна илтекенсем: ун пек ан пултӑрччӗ! тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл вӗсем ҫине тинкерӳллӗн пӑхса каланӑ: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ» тесе ҫырни мӗне пӗлтерет?</verse>
				<verse number="18">Ҫав чул ҫине ӳкекен кирек кам та арканӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ҫавна лапчӑтса пӑрахӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисус ҫак ытарӑша хӑйсем ҫинчен каланине ӑнласа илнӗ те Ӑна ҫавӑн чухнех ярса илесшӗн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ; Ӑна тӳресен аллине, аслӑ пуҫлӑх аллине тытса памашкӑн, Вӑл каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе, Ун патне ырӑ ҫын пек курӑнса ҫӳрекен чее ҫынсене янӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫав ҫынсем Иисусран ыйтнӑ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине пӗлетпӗр, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах та Турӑ ҫулне вӗрентетӗн;</verse>
				<verse number="22">пирӗн кесаре куланай парас-и, парас мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл, вӗсен икӗпитлӗхне пӗлсе, каланӑ вӗсене: мӗншӗн сӑнатӑр Мана?</verse>
				<verse number="24">Динари кӑтартӑр-ха Мана: ун ҫинче кам сӑнӗ, кунта кам ятне ҫырнӑ? тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсем: кесарӗн, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: апла пулсан кесарӗнне — кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӗсем ӗнтӗ халӑх умӗнче Ӑна Хӑйне айӑпламалли сӑмах калаттарайман, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнсе калаҫма та чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="27">Унтан Ун патне саддукейсем — вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненменскерсем — пынӑ, Унран ҫапла ыйтнӑ:</verse>
				<verse number="28">Вӗрентекен! Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин авланнӑ тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫиччӗн пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те вилчӗ, ачи-пӑчи юлмарӗ;</verse>
				<verse number="30">вара ҫав арӑма иккӗмӗшӗ качча илчӗ, вӑл та ача-пӑчасӑрах вилчӗ,</verse>
				<verse number="31">унтан ӑна виҫҫӗмӗшӗ качча илчӗ; ҫапла ӑна ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ; пурте ача-пӑчасӑрах вилчӗҫ;</verse>
				<verse number="32">пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ.</verse>
				<verse number="33">Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? вӑл ҫиччӗшӗн арӑмӗ те пулнӑччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак тӗнче ачисем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ;</verse>
				<verse number="35">леш тӗнчене ҫитсе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="36">вӗсем ӗнтӗ урӑх вилме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ангелсемпе танлашаҫҫӗ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, вӗсем Турӑ ачисем пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="37">Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Моисей те пӗлтернӗ: вӑл ҫунакан тӗм ҫинчен каласа панӑ чухне Ҫӳлхуҫана Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Турӑ Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри: Уншӑн пурте чӗрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Ҫавна хирӗҫ хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ аван каларӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Унран ӗнтӗ нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман. Вӑл вара вӗсене каланӑ:</verse>
				<verse number="41">епле-ха Христоса Давид ывӑлӗ теҫҫӗ?</verse>
				<verse number="42">Псалом кӗнекинче Давид хӑй ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ.</verse>
				<verse number="43"></verse>
				<verse number="44">Ҫапла Давид Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, Вӑл епле-ха унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ:</verse>
				<verse number="46">кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="47">вӗсем тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ; ҫавӑншӑн вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Иисус пӑхнӑ та пуянсем Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хӑйсен парнине хунине курнӑ;</verse>
				<verse number="2">пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та ҫавӑнта икӗ вак укҫа хунине курсассӑн</verse>
				<verse number="3">Вӑл каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ;</verse>
				<verse number="4">ыттисем пурте ытлашшине Турра парне кӳчӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен ӑна епле хаклӑ чулсемпе, ҫынсем кӳнӗ парнесемпе илемлетнӗ тесе калаҫнӑ чухне</verse>
				<verse number="6">Иисус каланӑ: ҫавӑн пек кунсем ҫитӗҫ, эсир кунта мӗн курни вырӑнӗнче чул ҫине чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вара Унран ыйтнӑ: Вӗрентекен! ку хӑҫан пулӗ? вӑл хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл каланӑ: сыхланӑр, сире илӗртсе ан улталаччӑр: нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: «Вӑл — Эпӗ» тейӗҫ; ҫав вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.</verse>
				<verse number="9">Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: вӗсем малтан пулмалла, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Унтан вӗсене каланӑ: халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ;</verse>
				<verse number="11">вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑхпа мур чирӗ пулӗ, хӑрушӑ пулӑмсем пулӗҫ, тӳпере аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Анчах та унччен маларах сирӗн ҫине алӑ хурӗҫ, сире синагогӑсене, тӗрмене хупа-хупа хӗсӗрлӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире патшасемпе аслӑ пуҫлӑхсем умне илсе кайӗҫ;</verse>
				<verse number="13">сире Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакна чӗрӗре хывӑр: хӑвӑра хӳтӗлесе мӗн калассине малтанах шухӑшласа ан хурӑр:</verse>
				<verse number="15">Эпӗ сире кирлӗ сӑмахсем те, ӑслӑлӑх та парӑп; сире хирӗҫ тӑракансем пӗри те ҫакна хирӗҫ калама та, ҫакна хирӗҫ тӑма та пултараймӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Сире ӗнтӗ аҫӑр-аннӗр те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те тыта-тыта парӗҫ, сире хӑшне-хӑшне вӗлерӗҫ;</verse>
				<verse number="17">Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ;</verse>
				<verse number="18">ҫапах та сирӗн пуҫӑр ҫинчен ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ;</verse>
				<verse number="19">чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр.</verse>
				<verse number="20">Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсассӑн, унӑн арканас вӑхӑчӗ ҫывӑхарнине пӗлӗр вара:</verse>
				<verse number="21">Иудейӑрисем ун чухне тусем хушшине тарччӑр; хуларисем хуларан тухчӑр; хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр,</verse>
				<verse number="22">мӗншӗн тесессӗн ҫав кунсем — тавӑру кунӗсем: Ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫав кунсенче ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене хуйхӑ пулӗ; ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ асаплӑх пулӗ, ҫак халӑх ҫине ҫилӗ ҫитӗ:</verse>
				<verse number="24">хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе тӑкӑнӗҫ, вӗсене тӗрлӗ халӑх хушшине тыткӑна иле-иле кайӗҫ; Иерусалима суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Хӗвел ҫинче те, уйӑх ҫинче те, ҫӑлтӑрсем ҫинче те паллӑсем пулӗҫ; ҫӗр ҫинчи халӑхсем тинӗс кӗрленипе-пӑлханнипе аптӑраса ӳкӗҫ;</verse>
				<verse number="26">ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ те, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем хӑраса виле пуҫлӗҫ;</verse>
				<verse number="27">вара пӗлӗт ҫинче хӑватлӑн та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.</verse>
				<verse number="28">Ҫаксем пула пуҫласан эсир пуҫӑра ҫӗклесе ҫӳлелле пӑхӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: смоква йывӑҫӗ ҫине, ытти пур йывӑҫ ҫине те пӑхӑр-ха:</verse>
				<verse number="30">вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫланине курсассӑн, эсир хӑвӑр та ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑн пекех, ҫаксем пула пуҫланине курсан, эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине пӗлӗр.</verse>
				<verse number="32">Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ;</verse>
				<verse number="33">тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ.</verse>
				<verse number="34">Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр:</verse>
				<verse number="35">вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ;</verse>
				<verse number="36">ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Иисус кӑнтӑрла Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине, хуларан тухса, Елеон теекен ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл вӗрентнине итлеме пӗтӗм халӑх Ун патне ир-ирех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, Пасха ятлӑскер, ҫывӑхарса килнӗ;</verse>
				<verse number="2">аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑхран хӑранӑ.</verse>
				<verse number="3">Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗрин, Искариот теекен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ;</verse>
				<verse number="4">ҫавӑ вара кайнӑ та аслӑ священниксемпе тата пуҫлӑхсемпе вӗсен аллине Иисуса епле тытса парасси ҫинчен калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="5">Лешӗсем хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна укҫа пама пулнӑ;</verse>
				<verse number="6">вӑл вара сӑмах татнӑ та Ӑна вӗсен аллине халӑх ҫук ҫӗрте тытса пама майлӑ вӑхӑт шыранӑ.</verse>
				<verse number="7">Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитнӗ, ҫав кун пасха путекӗ пусмалла пулнӑ;</verse>
				<verse number="8">Иисус Петрпа Иоана ҫапла каласа янӑ: кайӑр та хамӑр валли пасха хатӗрлесе хурӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем Ӑна: ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл вӗсене каланӑ: акӑ эсир хулана пырса кӗнӗ чухне сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр та вӑл кӗнӗ ҫурта кӗрӗр,</verse>
				<verse number="11">вара ҫурт хуҫине калӑр: Вӗрентекен сана: «Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта?» тет, тейӗр.</verse>
				<verse number="12">Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем кайнӑ, пурте пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулнӑ, вара пасха хатӗрлесе хунӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӑхӑт ҫитсен Иисус ҫиме ларнӑ, Унпа пӗрле вуникӗ апостолӗ те ларнӑ,</verse>
				<verse number="15">Вӑл вӗсене каланӑ: Эпӗ ҫак пасхӑна Хамӑн асапӑм ҫитиччен ҫав тери сирӗнпе пӗрле ларса ҫиесшӗнччӗ;</verse>
				<verse number="16">калатӑп сире: вӑл Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитиччен Эпӗ ӗнтӗ ӑна урӑх ҫимӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Унтан Вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: ҫакна илӗр те пӗр-пӗрне парӑр, пурте ӗҫӗр;</verse>
				<verse number="18">калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Унтан ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, ӑна сирӗншӗн тытса параҫҫӗ; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал.</verse>
				<verse number="21">Акӑ Мана тытса параканӑн алли Манпа пӗрле, сӗтел хушшинчех;</verse>
				<verse number="22">ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ малтан палӑртса хунӑ ҫулпах пырать, анчах Ӑна тытса паракан ҫынна хуйхӑ ҫитӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӗренекенӗсем вара хӑйсен хушшинчен кам ҫапла тума пултарать-ха? тесе пӗр-пӗринчен ыйта пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="24">Тата вӗсем пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли пирки тавлашнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл вара вӗсене каланӑ: патшасем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, халӑхсене тытса тӑракансене «ырӑлӑх тӑвакансем» теҫҫӗ;</verse>
				<verse number="26">эсир апла мар: сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр; пуҫлӑх пулса тӑраканни тарҫӑ пек пултӑр.</verse>
				<verse number="27">Хӑшӗ аслӑ — кӗрекере лараканни-и, ӗҫлесе тӑраканни-и? кӗрекере лараканни мар-и вара? Эпӗ вара — сирӗн хушшӑрта ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ пек.</verse>
				<verse number="28">Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр,</verse>
				<verse number="29">Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп:</verse>
				<verse number="30">Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫсе ҫийӗр, Израилӗн вуникӗ ӑрӑвне сут тумашкӑн аслӑ пукан ҫине ларӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлхуҫа тата каланӑ: Симон! Симон! акӑ шуйттан сире тулӑ пӗрчисене алланӑ пек аллама ирӗк илчӗ;</verse>
				<verse number="32">анчах Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм! эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене кайма та, вилме те хатӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Иисус каланӑ ӑна: Петр, калатӑп сана: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана пӗлмӗш пулса виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире михӗсӗр, хутаҫсӑр, ура сыррисӗр янӑ чухне сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и? тенӗ. Лешӗсем: ҫитменни нимӗн те пулмарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Вара Вӑл вӗсене каланӑ: халӗ ӗнтӗ михӗ пурри миххине илтӗр, хутаҫ та илтӗр; камӑн ҫук, вӑл тумтирне суттӑр та хӗҫ туянтӑр;</verse>
				<verse number="37">калатӑп сире: Ман пирки «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни пулса иртмелле. Ман ҫинчен ҫырни вӗҫленсе пырать, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӗсем: Ҫӳлхуҫамӑр! акӑ кунта икӗ хӗҫ пур, тенӗ. Вӑл вӗсене: ҫитет, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Унтан тухсан Иисус яланхи пекех Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ; Ун хыҫӗнчен вӗренекенӗсем те пынӑ.</verse>
				<verse number="40">Вырӑнне ҫитсен Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Хӑй вара вӗсен патӗнчен чул ывӑтса ҫитерес чухлӗ кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каласа кӗлтунӑ:</verse>
				<verse number="42">эй Аттем! Эсӗ ҫак куркана Манран ирттерсе яма кӑмӑл тӑвӑсӑнччӗ, анчах Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Ун патне ҫӳлтен ангел анса тӗреклӗлетнӗ Ӑна.</verse>
				<verse number="44">Тертленекенскер, Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ: Унӑн тарӗ ҫӗре тӑкӑнакан юн тумламӗ пек тумланӑ.</verse>
				<verse number="45">Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешӗсем хуйхӑпа аптӑраса ҫывӑрса кайнине курнӑ,</verse>
				<verse number="46">вӗсене каланӑ: эсир ҫывӑратӑр-и? тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="47">Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах халӑх пырса ҫитнӗ; халӑх умӗнчен вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ, вӑл Иисуса чуптӑвас тесе Ун патне пынӑ. Хӑйӗнпе пынисене вӑл ҫавнашкал паллӑ пама пулнӑ: эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Иисус ӑна каланӑ: Иуда! Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Ӗҫ ӑҫталла сулӑннине курсассӑн, Иисуспа пӗрле пынисем каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! хӗҫсене кӑларар мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Вӗсенчен пӗри ӗнтӗ хӗҫҫине аслӑ священник чури ҫине сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ.</verse>
				<verse number="51">Вара Иисус каланӑ: ан тивӗр, ҫитӗ, тенӗ. Унтан вӑл тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ ӑна.</verse>
				<verse number="52">Хӑйне хирӗҫ пухӑнса пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑхсене, аслӑ ҫынсене Иисус каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ.</verse>
				<verse number="53">Эпӗ куллен сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнчеччӗ, эсир ун чухне Ман ҫине аллӑра ҫӗклемерӗр, халӗ ӗнтӗ — сирӗн вӑхӑтӑр, сӗмлӗх ирӗкӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="54">Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр хыҫалтан аякран пынӑ.</verse>
				<verse number="55">Картиш варрине вут чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.</verse>
				<verse number="56">Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр вут умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: ку та Унпа пӗрлеччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="57">Петр хӗрарӑм тарҫӑна: эпӗ ӑна палламастӑп, тесе Иисусран туннӑ.</verse>
				<verse number="58">Кӑштахран ӑна тепӗри курнӑ та: эсӗ те вӗсен ушкӑнӗнченех, тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: ҫук-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="59">Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен тата тепӗри ҫине тӑрсах каланӑ: ку та чӑнах Унпа пӗрлеччӗ, ку — Галилея ҫынни, тенӗ.</verse>
				<verse number="60">Петр ҫав ҫынна: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, тенӗ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах сасартӑк автан авӑтса янӑ.</verse>
				<verse number="61">Ҫавӑн чухне Иисус Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ; Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине — «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха — аса илнӗ.</verse>
				<verse number="62">Унтан тухса кайса питӗ хытӑ йӗнӗ.</verse>
				<verse number="63">Иисуса сыхласа тӑракансем Ӑна мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ;</verse>
				<verse number="64">Унӑн куҫне хупласа, Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа ярса: Эсӗ пророк пулсан, кала-ха — Сана кам ҫапрӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="65">Ӑна ӗнтӗ тӗрлӗрен усал сӑмах каласа хурланӑ.</verse>
				<verse number="66">Тул ҫутӑлсанах халӑх пуҫлӑхӗсем, аслӑ священниксем тата кӗнекеҫӗсем синедрион канашне пуҫтарӑннӑ, Ӑна ҫавӑнта илсе пынӑ та</verse>
				<verse number="67">каланӑ: Христос Эсӗ-и? кала пире, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: каласан та эсир ӗненес ҫук,</verse>
				<verse number="68">хӑвӑртан ыйтсан та — эсир Мана хуравласа калас ҫук, Мана ярас та ҫук;</verse>
				<verse number="69">кунтан малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="70">Вара пурте: апла Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ-им? тенӗ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Вӑл Эпӗ тесе эсир калатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="71">Вӗсем вара каланӑ: кӳнтеленсем кӑтартни мӗне кирлӗ тата пире? эпир хамӑр Ун ҫӑварӗнченех илтрӗмӗр ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Унтан вара вӗсем пурте тӑнӑ та Иисуса Пилат патне илсе кайнӑ;</verse>
				<verse number="2">вӗсем Ӑна ҫапла каласа айӑпла пуҫланӑ: эпир пӗлетпӗр: Вӑл пирӗн халӑха пӑсса ҫӳрет, Хӑйне Христос Патша тесе, кесаре куланай пама хушмасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Пилат Иисусран ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ. Вӑл ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ калатӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Пилат аслӑ священниксемпе халӑха каланӑ: эпӗ Ку Ҫынра нимӗнле айӑп та тупаймастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Анчах та лешӗсем ҫине тӑрсах каланӑ: Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх вӗрентсе ҫӳресе Галилейӑран пуҫласа кунта ҫитичченех халӑха пӑлхатать, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Галилея тенине илтсен Пилат: Вӑл Галилея ҫынни-им? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл Ирод тытса тӑракан ҫӗршыври ҫын иккенне пӗлсен, Пилат Ӑна Ирод патне янӑ; лешӗ ҫав кунсенче шӑпах Иерусалимра пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Иисуса курсассӑн Ирод питӗ хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ун ҫинчен нумай илтнӗ те Ӑна тахҫантанпах курасшӑн пулнӑ: вӑл Унран пӗр-пӗр хӑват курма ӗмӗтленнӗ,</verse>
				<verse number="9">вӑл Ӑна темӗн чухлӗ ыйту панӑ, анчах Иисус ӑна нимӗн те каламан.</verse>
				<verse number="10">Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Ӑна питӗ хытӑ айӑпласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ирод хӑйӗн салтакӗсемпе Ӑна хурласа, мӑшкӑлласа пӗтернӗ те, ҫутӑ тумтир тӑхӑнтартса, каялла Пилат патне янӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав кун вара Пилатпа Ирод иккӗшӗ туслашнӑ, унччен вӗсем пӗр-пӗринпе тавлӑ тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене тата халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та</verse>
				<verse number="14">каланӑ вӗсене: эсир Ку Ҫынна ман патӑма халӑха пӑтратакан тесе илсе килтӗр; акӑ эпӗ хӑвӑр умӑртах ыйтса тӗпчерӗм, анчах Ку Ҫынра эсир айӑпланӑ тӗлӗшӗнчен нимӗнле айӑп та тупмарӑм;</verse>
				<verse number="15">Ирод та ҫаплах Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупайман: эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ;</verse>
				<verse number="16">эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Унӑн, йӑла тӑрӑх, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне уяв ячӗпе ирӗке кӑлармалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Анчах пӗтӗм халӑх: Иисуса вӗлерттер! пире Вараввӑна кӑларса пар! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="19">Варавва вӑл хулари халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскер пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Пилат, Иисуса кӑларса ярасшӑн пулса, тепӗр хут та калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="21">Анчах та халӑх: пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="22">Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? эпӗ Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупаймарӑм; эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Анчах та лешӗсем ҫаплах хытӑ кӑшкӑрса Ӑна пӑталаттарма ыйтса тӑнӑ; ӗнтӗ халӑхпа аслӑ священниксем кӑшкӑрни ҫӗнтернӗ.</verse>
				<verse number="24">Пилат вара вӗсем ыйтнӑ пек тума пулнӑ:</verse>
				<verse number="25">халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскере вӗсем ыйтнипе кӑларса янӑ; Иисуса вӗсен аллине панӑ.</verse>
				<verse number="26">Ӑна илсе кайнӑ чухне хиртен таврӑнакан пӗр ҫынна — Киринея ҫыннине Симона — ярса тытнӑ та, ӑна хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ.</verse>
				<verse number="27">Иисус хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, хӗрарӑмсем Уншӑн хурланса йӗрсе пынӑ.</verse>
				<verse number="28">Иисус вӗсем енне ҫаврӑнса каланӑ: эй Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн та хӑвӑр ачӑрсемшӗн йӗрӗр,</verse>
				<verse number="29">ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне ҫапла калӗҫ: «ача туманнисем, ача ҫуратман варсем, ача ӗмӗртмен кӑкӑрсем телейлӗ!» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑн чухне тусене кала пуҫлӗҫ: «пирӗн ҫине ӳкӗр!» тейӗҫ; сӑртсене те: «пире хупласа хурӑр!» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="31">Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Унпа пӗрле тата икӗ усал ҫынна вӗлерме илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="33">«Пуҫ тӳпи» теекен вырӑна ҫитсессӗн Иисуса та, усал ҫынсене те хӗрес ҫумне пӑталанӑ: пӗрне Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне пӑталанӑ.</verse>
				<verse number="34">Иисус каланӑ: эй Аттем! каҫар вӗсене: вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ, тенӗ. Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.</verse>
				<verse number="35">Халӑх пӑхса тӑнӑ. Халӑхпа пӗрле пуҫлӑхсем те мӑшкӑлласа кулса каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Вӑл Туррӑн суйласа илнӗ Христосӗ пулсан, ан тив, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Ҫавӑн пекех салтаксем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ, Ӑна сӗрхе парса каланӑ:</verse>
				<verse number="37">Эсӗ Иудея Патши пулсан Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Унӑн пуҫӗ тӗлне грекла, римла тата еврейла «Ҫакӑ — Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ.</verse>
				<verse number="39">Хӗрес ҫумне пӑталаса ҫакнӑ усал ҫынсенчен пӗри Ӑна мӑшкӑлласа каланӑ: Эсӗ Христос пулсан Хӑвна та, пире те ҫӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Тепӗри тата мӑшкӑллама мар, ӑна чарса каланӑ: эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и? хӑвна та вӗлерме сут тунӑ-ҫке.</verse>
				<verse number="41">Пире тӳррипе айӑпланӑ: эпир хамӑр ӗҫӗмӗрсемшӗн тивӗҫлине куратпӑр; Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Унтан вӑл Иисуса: эй Ҫӳлхуҫа! Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна илсем мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Иисус каланӑ ӑна: чӑн калатӑп сана: паянах Манпа пӗрле райра пулӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Кӑнтӑрла улттӑмӗш сехет тӗлнелле пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ, тӑххӑрмӗш сехете ҫитичченех ҫапла тӑнӑ:</verse>
				<verse number="45">хӗвел тӗттӗмленнӗ, Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ.</verse>
				<verse number="46">Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: эй Аттем! сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп, тенӗ. Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.</verse>
				<verse number="47">Ҫавӑнта мӗн пулнине курнӑ ҫӗрпӳ Турра мухтаса каланӑ: Ку чӑнах та сӑваплӑ Ҫын пулнӑ иккен, тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫавна курма пуҫтарӑннӑ халӑх, унта мӗн пулса иртнине курсан, пурте кӑкӑрне ҫапа-ҫапа таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="49">Иисуса пӗлекенсем пурте тата Ун хыҫҫӑн Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="50">Ҫавӑн чухне Иосиф ятлӑ пӗр тӳрӗ те ырӑ ҫын — канашра лараканскер,</verse>
				<verse number="51">анчах ун чухне ҫав канаш ӗҫне хутшӑнманскер, Иудейӑри Аримафея ҫынни, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер —</verse>
				<verse number="52">Пилат патне пырса Иисус Ӳтне ыйтнӑ;</verse>
				<verse number="53">вара Ӑна хӗрес ҫинчен антарса таса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ, унччен никама та пытарман тупӑклӑха хунӑ.</verse>
				<verse number="54">Ун чухне эрнекун пулнӑ, шӑматкун ҫитсе пынӑ.</verse>
				<verse number="55">Иисуспа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн Ӳтне епле тупӑклӑха хунине пӑхса тӑнӑ;</verse>
				<verse number="56">унтан таврӑнсан вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем хатӗрлесе хунӑ; шӑматкун вара, саккун тӑрӑх, вӗсемшӗн канӑҫ кунӗ пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирхине ирех хӗрарӑмсем хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсене илсе тупӑклӑх патне пынӑ; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ;</verse>
				<verse number="2">вӗсем ӗнтӗ тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине курнӑ.</verse>
				<verse number="3">Тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ та — унта Иисусӑн Ӳтне тупайман.</verse>
				<verse number="4">Хӗрарӑмсем нимӗн шухӑшлама пӗлмесӗр тӑнӑ чухне сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="5">Хӗрарӑмсем хӑраса ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чухне каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир Чӗрӗскере вилнисен хушшинче шыратӑр?</verse>
				<verse number="6">Вӑл кунта ҫук: Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Астуса илӗр-ха, Галилейӑра чухнех Вӑл сире:</verse>
				<verse number="7">«Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса памалла, хӗрес ҫумне пӑталамалла, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑмалла» тесе каланӑччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем вара Унӑн сӑмахӗсене астуса илнӗ;</verse>
				<verse number="9">унтан тупӑклӑх патӗнчен таврӑннӑ та ҫакна пӗтӗмпе вунпӗр вӗренекенне тата ыттисене каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑн ҫинчен апостолсене каласа кӑтартакансем — Мария Магдалина, Иоанна тата Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсен сӑмахӗсем апостолсене пушӑ сӑмах пек туйӑннӑ та, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен.</verse>
				<verse number="12">Ҫавах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ; пӗшкӗнсе шалалла пӑхсассӑн, вӑл унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ; вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав кунах вӗренекенӗсенчен иккӗшӗ Иерусалимран пӗр утмӑл стадире ларакан Эммаус ятлӑ яла кайма тухнӑ;</verse>
				<verse number="14">вӗсем ӗнтӗ мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫса пынӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫапла пӗр-пӗринпе калаҫса-сӳтсе явса пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывӑхарнӑ та вӗсемпе пӗрле пынӑ;</verse>
				<verse number="16">анчах вӗсен куҫӗсем урӑхла кӑтартнӑ та, вӗсем Иисуса паллайман.</verse>
				<verse number="17">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир капла пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр? эсир мӗншӗн ҫапла салхуллӑ? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсенчен пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Иерусалима килнисенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ унта ҫак кунсенче мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӑл каланӑ вӗсене: мӗн ҫинчен? тенӗ. Вӗсем каланӑ Ӑна: Назарет Иисусӗ ҫинчен, Вӑл пророкчӗ, Турӑ умӗнче те, пӗтӗм халӑх умӗнче те ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ;</verse>
				<verse number="20">Ӑна аслӑ священниксемпе пирӗн пуҫлӑхсем вӗлермелле сут тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе шанса-ӗмӗтленсе тӑраттӑмӑр; ҫав ӗҫ пулса иртнӗренпе паян виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="22">Тата пире хамӑрӑн хӑш-пӗр хӗрарӑмсем тӗлӗнтерчӗҫ: вӗсем ир-ирех тупӑклӑх патне пынӑ та</verse>
				<verse number="23">Унӑн Ӳтне тупайман, каялла таврӑнсан вӗсем: пире ангелсем курӑнчӗҫ, терӗҫ; ангелсем вӗсене: Вӑл чӗрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Пирӗн хушшӑмӑртан хӑшӗ-пӗрисем тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ те, хӗрарӑмсем каланӑ пекех пулнӑ, анчах Хӑйне курман, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл вара вӗсене каланӑ: ӑссӑр та мӑран чӗреллӗ-ҫке эсир, ҫавӑнпа пророксем мӗн каланине ӗненме пултараймастӑр!</verse>
				<verse number="26">Христосӑн ҫапла асап тӳсмелле марччӗ-и, Хӑйӗн мухтавлӑхне ҫапла кӗмелле марччӗ-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Унтан Вӑл Моисейрен пуҫласа пур пророк та Хӑй ҫинчен Ҫырура мӗн каланине пӗтӗмпех вӗсене ӑнлантара-ӑнлантара панӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывӑхарнӑ; Вӑл тата малалла каясшӑн пек пулнӑ.</verse>
				<verse number="29">Анчах вӗсем Ӑна ярасшӑн пулман: кун каҫалла сулӑнчӗ — пирӗнпе пӗрле юл, тенӗ. Вӑл вара вӗсемпе пӗрле юлнӑ.</verse>
				<verse number="30">Вӗсемпе пӗрле апат ҫиме ларсан, Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑн чухне вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ та вӗсем Ӑна палласа илнӗ; анчах Вӑл вӗсене курӑнми пулнӑ.</verse>
				<verse number="32">Вара вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса килнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чухне пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Вӗсем ӗнтӗ ҫав сехетрех тӑрса тухнӑ та Иерусалима таврӑннӑ; унта пӗрле пухӑннӑ вунпӗр апостолпа ыттисене тӗл пулнӑ;</verse>
				<verse number="34">кусем: Ҫӳлхуҫа чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, Симона курӑннӑ, тесе каласа панӑ.</verse>
				<verse number="35">Лешӗсем те ҫул ҫинче мӗн пулнине тата Вӑл ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парсан хӑйсем Ӑна епле палласа илнине каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="36">Вӗсем ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем варрине тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Хӑраса-сехӗрленсе ӳкнипе вӗсем куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл вӗсене каланӑ: мӗншӗн хӑратӑр, мӗншӗн-ха сирӗн чӗрӗре ҫакнашкал шухӑшсем кӗреҫҫӗ?</verse>
				<verse number="39">Манӑн алӑсене, Манӑн урасене пӑхӑр-ха; ку — Эпӗ Хамах; Мана хыпаласа пӑхӑр: куратӑр-и — Ман ӳт те, шӑмӑ та пур, сывлӑшӑн ҫавӑ ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫапла каласассӑн вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="41">Вӗсем савӑннипе ӗненмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл вӗсене каланӑ: сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Вӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ татӑкӗпе караслӑ пыл панӑ.</verse>
				<verse number="43">Вӑл ҫавна илнӗ те вӗсен умӗнчех ҫинӗ.</verse>
				<verse number="44">Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухнех Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксенӗн кӗнекисенче тата псаломсенче ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килмелле тесе калани акӑ ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Ҫавӑн чухне Вӑл Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ.</verse>
				<verse number="46">Унтан вӗсене каланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек пулмаллаччӗ: виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ,</verse>
				<verse number="47">Ун ячӗпе ӳкӗнсе ҫылӑх каҫарттарма Иерусалимран пуҫласа мӗнпур халӑхсене вӗрентсе ҫӳремелле.</verse>
				<verse number="48">Эсир ҫавна куракансем пултӑр.</verse>
				<verse number="49">Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине Аттем пама пулнине яратӑп; ҫӳлтен хӑват иличчен эсир Иерусалим хулинче тӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Унтан вӗсене хуларан илсе тухса Вифание ҫитернӗ те аллисене ҫӗклесе пилленӗ.</verse>
				<verse number="51">Пилленӗ чухне Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="52">Вӗсем ӗнтӗ Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та савӑнса Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="53">Вӗсем яланах Турӑ Ҫуртӗнче Турра аслӑласа, мухтаса тӑнӑ. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="43">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Чӑн малтан Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑпа пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл чӑн малтанах Турӑпа пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Мӗн пулни пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулман.</verse>
				<verse number="4">Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫынсемшӗн ҫутӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫутӑ сӗмлӗхре ҫутатать, сӗмлӗх ӑна хупласа илеймен.</verse>
				<verse number="6">Турӑ янӑ Иоанн ятлӑ ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе, вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл хӑй Ҫутӑ пулман, ӑна Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме янӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатакан чӑн-чӑн Ҫутӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл тӗнчере пулнӑ, тӗнче Ун урлӑ пулнӑ, тӗнче Ӑна пӗлеймен,</verse>
				<verse number="11">Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, анчах хӑйӗннисем Ӑна йышӑнман.</verse>
				<verse number="12">Хӑйне йышӑннисене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ;</verse>
				<verse number="13">вӗсем юнран та мар, ӳтрен те мар, арҫынран та мар, Турӑ урлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Сӑмах ӳтленчӗ те тивлетпе, чӑнлӑхпа тулли халлӗн пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ; эпир Унӑн мухтавне, Атте Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне тивӗҫлӗ мухтава, куртӑмӑр.</verse>
				<verse number="15">Ун ҫинчен Иоанн пӗлтерет, хыттӑн ҫапла калать: эпӗ: «Ман хыҫҫӑн Килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ. Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ, тет.</verse>
				<verse number="16">Унӑн тулли тивлетне пула эпир пурсӑмӑр та ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр;</verse>
				<verse number="17">саккуна Моисей урлӑ панӑ, тивлетпе чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ.</verse>
				<verse number="18">Турра никам та нихӑҫан та курман; Ун ҫинчен Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтерчӗ.</verse>
				<verse number="19">Акӑ Иоанн каласа кӑтартни: иудейсем Иерусалимран священниксемпе левитсем ярса Иоанран: эсӗ кам? тесе ыйтсассӑн,</verse>
				<verse number="20">вӑл тӳррӗнех, пӗр пытармасӑр калать: эпӗ Христос мар, тет.</verse>
				<verse number="21">Унран тата: эсӗ кам эппин? Илия-и? тесе ыйтнӑ. Вӑл: эпӗ Илия мар, тенӗ. Пророк-и? Вӑл: пророк та мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вара каланӑ ӑна: апла кам эсӗ? хамӑра яракансене каласа кӑтартмашкӑн эсӗ ху ҫинчен мӗн калӑн пире? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл каланӑ: Исаия пророк каланӑ пек, эпӗ — пушхирте «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫула тӳрлетӗр» тесе чӗнекенӗн сасси, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ;</verse>
				<verse number="25">вӗсем унран тата ыйтнӑ: эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан мӗншӗн шыва кӗртетӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп; анчах сирӗн хушшӑрта Пӗри пур, эсир Ӑна пӗлместӗр:</verse>
				<verse number="27">ман хыҫҫӑн Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран мала тухрӗ: эпӗ Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакӑ Иордан леш енче Вифаварта, Иоанн шыва кӗртекен ҫӗрте, пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="29">Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курать те ҫапла калать: акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки,</verse>
				<verse number="30">эпӗ Ун ҫинчен: «ман хыҫран Килекен Ар манран мала тухрӗ, Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ, Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ;</verse>
				<verse number="31">эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ, анчах Израиль Ӑна пӗлтӗр тесе, эпӗ шывпа тӗне кӗртме килтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Иоанн хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетсе: эпӗ Таса Сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса анса Ун ҫинче тӑнине куртӑм;</verse>
				<verse number="33">эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ; анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ каларӗ: «Кам ҫине Таса Сывлӑш аннине, Ун ҫинчех тӑнине курӑн, Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ Ҫавӑ пулӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="34">Эпӗ ҫакна куртӑм, ҫирӗплетсе калатӑп: Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Тепӗр кунне Иоанн каллех ҫавӑнта хӑйӗн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле тӑнӑ;</verse>
				<verse number="36">Иисус пынине курсассӑн вӑл: акӑ Турӑ Путекки, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫак сӑмахсене илтсен вӗренекенӗсем иккӗшӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.</verse>
				<verse number="38">Иисус каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине курса каланӑ: мӗн кирлӗ сире? тенӗ. Вӗсем Ӑна каланӑ: Равви? (ку вӑл Вӗрентекен тени пулать), Эсӗ ӑҫта пурӑнатӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Вӑл вӗсене ҫапла калать: атьӑр, куратӑр, тет. Вӗсем кайнӑ та Вӑл ӑҫта пурӑннине курнӑ; вара ҫав куна Ун патӗнчех ирттернӗ. Вуннӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="40">Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн кайнӑ икӗ вӗренекенрен пӗри Симон-Петр шӑллӗ Андрей пулнӑ.</verse>
				<verse number="41">Вӑл тӳрех хӑйӗн пиччӗшне Симона шыраса тупать те калать ӑна: эпир Мессийӑна (ку вӑл Христос тени пулать) тупрӑмӑр, тет.</verse>
				<verse number="42">Ӑна вара Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: эсӗ — Иона ывӑлӗ Симон; эсӗ Кифа ятлӑ пулӑн, тенӗ. (Кифа тени Петр — Чул — тени пулать.)</verse>
				<verse number="43">Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шухӑш тытнӑ; Вӑл Филипа тӗл пулать те ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.</verse>
				<verse number="44">Филипп вӑл, Андрейпе Петр пек, Вифсаида хули ҫынни пулнӑ.</verse>
				<verse number="45">Филипп вара Нафанаила тӗл пулать те калать ӑна: эпир Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, Ҫавна — Иисуса, Назаретри Иосиф Ывӑлне — тупрӑмӑр, тет.</verse>
				<verse number="46">Анчах та Нафанаил каланӑ ӑна: Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр? тенӗ. Филипп ӑна: кайса пӑх эппин, тет.</verse>
				<verse number="47">Хӑй патне Нафанаил пынине курсассӑн Иисус ун ҫинчен ҫапла калать: акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук, тет.</verse>
				<verse number="48">Нафанаил калать Ӑна: Эсӗ мана ӑҫтан пӗлетӗн? тет. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвна Филипп чӗничченех, эсӗ смоква йывӑҫӗ айӗнче чухнех, куртӑм Эпӗ сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Нафанаил вара Ӑна: Равви?! Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ — Израиль Патши, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «Эпӗ сана смоква йывӑҫӗ айӗнче куртӑм» терӗм те — эсӗ ҫавӑнпа ӗненетӗн; унтан та ытларах курӑн-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="51">Тата калать ӑна: чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан вара тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса та анса ҫӳренине курӑр, тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Виҫҫӗмӗш кунне Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ, унта Иисусӑн Амӑшӗ те пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав туя Иисуса та, Унӑн вӗренекенӗсене те чӗннӗ.</verse>
				<verse number="3">Эрех ҫитмен те, Амӑшӗ Иисуса калать: вӗсенӗн эрех ҫук, тет.</verse>
				<verse number="4">Иисус калать Ӑна: эй Анне, Санпа Манӑн мӗн ӗҫ пур унта? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, тет.</verse>
				<verse number="5">Амӑшӗ тарҫӑсене каланӑ: Вӑл сире мӗн калӗ, эсир ҫавна тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Иудейсен тасалмалли йӑлипе, ҫавӑнта шыв валли икшер-виҫшер виҫе кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ.</verse>
				<verse number="7">Иисус тарҫӑсене: савӑтсене шыв тултарӑр-ха, тет. Лешӗсем туллиех тултарнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл вара калать вӗсене: ӗнтӗ ӑсӑр та туй пуҫне леҫсе парӑр, тет. Лешӗсем леҫсе панӑ.</verse>
				<verse number="9">Туй пуҫӗ шывран пулнӑ эрехе астивсе пӑхнӑ та (вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ҫакна шыв ӑсакан тарҫӑсем анчах пӗлнӗ), кӗрӳ каччӑна чӗнсе илсе,</verse>
				<verse number="10">ӑна ҫапла калать: кирек кам та малтан лайӑх эрехне парать, кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине парать; эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ, тет.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла Иисус хӑватлӑ ӗҫсем тума Галилейӑри Кана хулинче пуҫланӑ, унта Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартнӑ; вара вӗренекенӗсем ӗненнӗ Ӑна.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Унӑн Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта темиҫе кун пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="13">Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ,</verse>
				<verse number="14">Вӑл унта Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑрсем, сурӑхсем, кӑвакарчӑнсем сутнине, укҫа улӑштаракансем ларнине курнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вара кантраран пушӑ тунӑ та пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн укҫисене сапаласа янӑ, вӗсенӗн сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ;</verse>
				<verse number="16">кӑвакарчӑн сутакансене ҫапла каланӑ: йӑлтах илсе кайӑр кунтан, Ман Аттемӗн Ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем «Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни типӗтсе ячӗ Мана» тесе ҫырнине аса илнӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫавна курса иудейсем Ӑна каланӑ: ҫапла тума ирӗкӳ пуррине мӗнле паллӑ кӑтартса пӗлтерӗн Эсӗ пире? тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑр, Эпӗ ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Иудейсем ҫавна хирӗҫ каланӑ: ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Турӑ Ҫурчӗ тесе Вӑл Хӑйӗн ӳт-пӗвне каланӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="22">Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Вӑл ҫакна каланине аса илнӗ те Ҫырӑва та, Иисус каланӑ сӑмаха та ӗненнӗ вара.</verse>
				<verse number="23">Иерусалимра Пасха уявӗнче пулнӑ чухне Вӑл нумай хӑват тунӑ, ҫакна курса чылайӑшӗ ӗненнӗ Ӑна.</verse>
				<verse number="24">Анчах Иисус Хӑй вӗсене шанман: Вӑл вӗсене пурне те пӗлнӗ,</verse>
				<verse number="25">Ӑна ҫын ҫинчен каласа кӑтартни кирлӗ пулман: ҫын ӑшӗнче мӗн пуррине Вӑл Хӑй пӗлсе тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Фарисейсем хушшинче иудейсенӗн Никодим ятлӑ пӗр пуҫлӑх пулнӑ;</verse>
				<verse number="2">вӑл ҫӗрле Иисус патне пынӑ та каланӑ Ӑна: Равви?! Эсӗ — Турӑ патӗнчен килнӗ Вӗрентекен, эпир ӑна пӗлетпӗр: Турӑпа пӗрле пулмасан, Эсӗ тӑвакан хӑватсене никам та тӑваяс ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Никодим калать Ӑна: пӗр ватӑлсан ҫын епле ҫуралма пултарӗ? вӑл тепӗр хут амӑшӗн варне кӗрсе ҫуралма пултарайӗ-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран, Сывлӑшран ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ:</verse>
				<verse number="6">ӳтрен ҫурални — ӳтех, Сывлӑшран ҫурални — сывлӑш.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ хӑвна мӗн каланинчен ан тӗлӗн эсӗ: сирӗн ҫӳлтен ҫуралмалла.</verse>
				<verse number="8">Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет, унӑн сассине те илтетӗн, анчах вӑл ӑҫтан килнине, ӑҫталла кайнине пӗлместӗн: Сывлӑшран ҫуралакан кирек хӑш ҫынпа та ҫапла пулать, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Никодим Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ку мӗнле пулма пултарать-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ — Израиль вӗрентекенӗ-ҫке, мӗнле-ха ҫакна пӗлместӗн?</verse>
				<verse number="11">Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эпир мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр, эсир ҫапах та эпир каласа кӑтартнине йышӑнмастӑр.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи пирки каланине ӗненместӗр пулсан, тӳпери пирки каланине епле ӗненӗр эсир?</verse>
				<verse number="13">Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне тӳпене никам та хӑпарман.</verse>
				<verse number="14">Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пек, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле.</verse>
				<verse number="15"></verse>
				<verse number="16">Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине тӗнчене сут тумашкӑн яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.</verse>
				<verse number="18">Ӑна ӗненекен айӑплӑ пулмӗ, Ӑна ӗненменни айӑпа юлнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне ӗненмен.</verse>
				<verse number="19">Сут ҫакӑ ӗнтӗ вӑл: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем ҫутӑран ытларах сӗмлӗхе юратрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗсем усалччӗ.</verse>
				<verse number="20">Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть; хӑйӗн ӗҫӗсем ан курӑнччӑр тесе, вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗҫӗсем усал.</verse>
				<verse number="21">Ӗҫе тӗрӗс тӑвакан, хӑйӗн ӗҫӗсем курӑнччӑр тесе, ҫутӑ патне пырать, мӗншӗн тесессӗн вӗсене вӑл Турра юрӑхлӑ тунӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ; унта Вӑл вӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="23">Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ: унта шыв нумай пулнӑ — ҫынсем ҫавӑнта пыра-пыра шыва кӗнӗ;</verse>
				<verse number="24">вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑн чухне Иоанн вӗренекенӗсемпе иудейсем хушшинче тасалмалли йӗрке пирки тавлашу тухнӑ.</verse>
				<verse number="26">Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: равви?! Иордан леш енче санпа пӗрле Пулнӑскерӗ, — эсӗ Ун ҫинчен хӑвах ҫирӗплетсе каланӑччӗ, — акӑ Ҫавӑ шыва кӗртет, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Иоанн ҫапла хуравласа каланӑ: ҫӳлтен памасӑр ҫын нимӗн те тума пултараймасть.</verse>
				<verse number="28">Эпӗ хам ҫинчен: «эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ» тенине эсир хӑвӑрах ҫирӗплетсе пама пултаратӑр.</verse>
				<verse number="29">Хӗр ҫураҫнӑ ҫын кӗрӳ пулать; ӑна итлесе тӑракан юлташӗ, кӗрӳ сассине илтсе, савӑнса-хӗпӗртесе тӑрать: мана ҫав тулли савӑнӑҫ ҫитрӗ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="30">Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла.</verse>
				<verse number="31">Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ; ҫӗр ҫинче ҫурални — ҫӗр ҫинчиех, калаҫасса та вӑл ҫӗр ҫинчи пек калаҫать; тӳперен Килекенни пуринчен те аслӑ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл Хӑй курнине-илтнине каласа кӑтартать, анчах Вӑл каласа кӑтартнине никам та йышӑнмасть.</verse>
				<verse number="33">Вӑл каласа кӑтартнине йышӑнакан вара Турӑ сӑмахӗ чӑннине ҫирӗплетет.</verse>
				<verse number="34">Турӑ Янӑскерӗ Турӑ сӑмахӗсене калать, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшне виҫесӗр парать.</verse>
				<verse number="35">Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пурне те Унӑн аллине панӑ.</verse>
				<verse number="36">Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Иисус вӗренекенӗсен йышӗ хушӑнсах пырать, Вӑл Иоанран та ытла шыва кӗртет текен хыпар фарисейсем патне те ҫитнӗ (шыва кӗртессе вара Иисус Хӑй мар, вӗренекенӗсем шыва кӗртнӗ),</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Иисус Иудейӑран каллех Галилейӑна кайнӑ.</verse>
				<verse number="4">Унӑн Самари урлӑ каймалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла Вӑл Самарири Сихарь теекен хулана ҫитет: ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ ҫӗр ҫывӑхӗнчех пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Унта Иаков пусси пулнӑ. Ҫул ҫинче ывӑннӑскер, Иисус ҫав пусӑ патне ларнӑ. Ун чухне улттӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Пӗр Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пырать. Иисус ӑна: Мана шыв ӗҫтерсемччӗ, тет.</verse>
				<verse number="8">Унӑн вӗренекенӗсем хулана апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Самари хӗрарӑмӗ калать Ӑна: Эсӗ, Иудея ҫынни, мӗнле-ха манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн? Иудея ҫыннисем Самари ҫыннисемпе хутшӑнмаҫҫӗ, тет.</verse>
				<verse number="10">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Турӑ ырӑлӑхне пӗлес пулсан тата хӑвна «Мана шыв ӗҫтерсемччӗ» теекенӗ Кам пулнине пӗлес пулсан, ху Унран ыйтӑттӑн, Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Хӗрарӑм калать Ӑна: хуҫамӑм! санӑн мӗнпе ӑсмалли те ҫук, пусси те тарӑн — Санӑн ӑҫтан чӗрӗлӗх шывӗ пулма пултартӑр?</verse>
				<verse number="12">Е Эсӗ пире ҫак пусса алтса парса хӑварнӑ Иаков аттемӗртен те аслӑрах-и? Вӑл хӑй те, унӑн ачисем те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те ҫак пусӑран ӗҫсе пурӑннӑ, тет.</verse>
				<verse number="13">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак шыва ӗҫекенӗн кирек камӑн та татах ӗҫесси килет;</verse>
				<verse number="14">Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн вара ӗмӗрне те ӗҫесси килмӗ; Эпӗ парас шыв унӑн ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫалла юхакан шывӑн ҫӑлӗ пулса тӑрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Хӗрарӑм калать Ӑна: хуҫамӑм! мана ҫав шыва парсамччӗ — манӑн ӗҫессӗм ан килтӗрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ, тет.</verse>
				<verse number="16">Иисус калать ӑна: кай та упӑшкуна чӗнсе кил кунта, тет.</verse>
				<verse number="17">Хӗрарӑм Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: манӑн упӑшкам ҫук, тенӗ. Иисус калать ӑна: «упӑшкам ҫук» тесе эсӗ тӗрӗс каларӑн;</verse>
				<verse number="18">санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ пӗрле пурӑнаканни упӑшку мар; эсӗ ҫакна тӗрӗс каларӑн, тет.</verse>
				<verse number="19">Хӗрарӑм калать Ӑна: эй хуҫамӑм! куратӑп ӗнтӗ: Эсӗ — пророк.</verse>
				<verse number="20">Пирӗн аттемӗрсем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ; эсир вара пуҫҫапмалли вырӑн Иерусалимра тетӗр, тет.</verse>
				<verse number="21">Иисус калать ӑна: ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ — ун чухне эсир Аттене пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар.</verse>
				<verse number="22">Эсир хӑвӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлместӗр; эпир хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр: ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле.</verse>
				<verse number="23">Вӑхӑт ҫитӗ, ҫитрӗ те ӗнтӗ, тӗрӗс пуҫҫапакансем Аттене сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ: Атте Хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать.</verse>
				<verse number="24">Турӑ Вӑл — Сывлӑш, пуҫҫапакансен те, Чӑнлӑх Сывлӑшӗ вӗрентнӗ пек, чӑнлӑхпа пуҫҫапмалла, тет.</verse>
				<verse number="25">Хӗрарӑм калать Ӑна: эпӗ Христос теекен Мессия килессе пӗлетӗп; килсессӗн Вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерӗ пире, тет.</verse>
				<verse number="26">Иисус ӑна: Вӑл Эпӗ, хӑвӑнпа Калаҫаканни, тет.</verse>
				<verse number="27">Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем таврӑннӑ та Вӑл хӗрарӑмпа калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ; ҫапах та вӗсенчен пӗри те: Эсӗ унран мӗн ыйтатӑн? унпа мӗн ҫинчен калаҫатӑн? тесе те ыйтман.</verse>
				<verse number="28">Хӗрарӑм шыв кӑкшӑмне лартса хӑварнӑ та, хулана кайса, ҫынсене ҫапла калать:</verse>
				<verse number="29">пӗр Ҫын мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха — Христос мар-ши Вӑл? тет.</verse>
				<verse number="30">Ҫынсем хуларан тухса Ун патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫав хушӑра вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: Равви?! ҫисемччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл вӗсене: Манӑн эсир пӗлмен апат пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: Ун валли кам та пулин ҫимелли илсе килнӗ-ши, тесе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="34">Иисус калать вӗсене: Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси.</verse>
				<verse number="35">Эсир: «тырӑ вырас вӑхӑт тата тӑватӑ уйӑхран ҫитет» теместӗр-и? Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="36">Выраканӗ пайта илет, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли ҫимӗҫ пуҫтарать, ҫапла ӗнтӗ акаканӗ те, выраканӗ те пӗрле савӑнӗҫ;</verse>
				<verse number="37">ку тӗлӗшпе «пӗри акать, тепӗри вырать» теекен каларӑш тӗрӗс.</verse>
				<verse number="38">Эпӗ сире хӑвӑр ӗҫлесе туманнине вырма ятӑм: ыттисем ӗҫлерӗҫ, эсир вӗсен ӗҫне хутшӑнтӑр, тет.</verse>
				<verse number="39">Хӗрарӑм Ун пирки: «Вӑл мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ» тенине илтсессӗн, ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус патне пырсан, Самари ҫыннисем Ӑна кӑштах хӑйсем патӗнче пурӑнма ыйтнӑ; Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="41">Иисус Хӑй каланине илтсессӗн, Ӑна тата нумайрах ҫын ӗненнӗ;</verse>
				<verse number="42">вара ҫав хӗрарӑма каланӑ: эпир ӗнтӗ санӑн сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр, Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Икӗ кун иртсен Вӑл унтан Галилейӑна тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="44">Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ: «пророка хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче хисеплемеҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="45">Иисус Галилейӑна пырсан, Галилея ҫыннисем, Вӑл Иерусалимра уявра мӗн тунине пурне те курнӑскерсем, Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ — уява вӗсем те кайнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="46">Ҫапла Иисус каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран эрех тунӑ ҫӗре, пынӑ. || Капернаумра патша ҫумӗнче ӗҫлекен пӗр пуҫлӑх пулнӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ.</verse>
				<verse number="47">Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтсессӗн, вӑл Ун патне пынӑ та Ӑна хӑйӗн вилес пек выртакан ывӑлне пырса сыватма тархасланӑ.</verse>
				<verse number="48">Иисус каланӑ ӑна: эсир паллӑсем, хӑватсем курмасӑр ӗненместӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Патша ҫумӗнче ӗҫлекенӗ калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ывӑлӑм вилсе кайиччен пырсамччӗ, тет.</verse>
				<verse number="50">Иисус ӑна: каях, санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, тет. Лешӗ вара Иисус каланӑ сӑмаха ӗненнӗ те кайнӑ.</verse>
				<verse number="51">Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем хирӗҫ пулнӑ та: санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="52">Вӑл вӗсенчен: ӑна хӑш сехетре ҫӑмӑл пулчӗ? тесе ыйтнӑ. Ӑна каланӑ: ӗнер ҫиччӗмӗш сехетре ӑна вӗрилентерме пӑрахрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="53">Ҫак сӑмахран ача ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Иисуса ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="54">Ҫак иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус Иудейӑран Галилейӑна таврӑнсассӑн тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Ҫавӑн хыҫҫӑн иудейсен уявӗ ҫитнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Иерусалимра, Сурӑх хапхи патӗнче, шыва кӗмелли вырӑн пур, ӑна еврейла Вифезда теҫҫӗ; унта ҫине витсе тунӑ пилӗк аслӑкай пекки пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнта темӗн чухлӗ чирлӗ ҫын — суккӑрсем, уксахсем, алли-ури хӑрнисем — шыв пӑлханасса кӗтсе выртнӑ,</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн тесессӗн Турӑ Ангелӗ вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шыва кӗмелли вырӑна анса шыва пӑлхатнӑ; шыва пӑлхатсанах ҫавӑнта малтан кӗрекенӗ кирек епле чиртен те сывалнӑ.</verse>
				<verse number="5">Унта вӑтӑр сакӑр ҫул чирпе асапланакан пӗр ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Иисус ҫавна, выртаканскере, курнӑ та, вӑл чылайранпа чирленине пӗлсе, калать ӑна: санӑн сывалассу килет-и? тет.</verse>
				<verse number="7">Чирлӗ ҫын Ӑна хуравласа каланӑ: ҫапла та, Ҫӳлхуҫамӑм, анчах шыв пӑлхансан мана шыва кӳртекен ҫын ҫук; эпӗ пынӑ тӗле тепӗри кӗрсе ӗлкӗрет, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иисус ӑна: тӑр, выртан вырӑнна ил те утса кай, тет.</verse>
				<verse number="9">Лешӗ вара ҫийӗнчех сывалнӑ, выртан вырӑнне илнӗ те утса кайнӑ. Ҫакӑ шӑматкун пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа ӗнтӗ иудейсем сывалнӑ ҫынна каланӑ: паян шӑматкун, сана вырӑнна йӑтма юрамасть, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл вӗсене каланӑ: хама Сыватаканӗ мана: «выртан вырӑнна ил те утса кай» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Унран ыйтнӑ: сана «выртан вырӑнна ил те утса кай» тесе калакан Ҫын кам Вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Сывалнӑ ҫын Вӑл кам пулнине пӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Иисус ҫавӑнта тӑракан халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ.</verse>
				<verse number="14">Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: акӑ эсӗ сывалтӑн; хӑвна тата япӑхрах ан пултӑр тесен, урӑх ҫылӑха ан кӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫав ҫын вара иудейсем патне кайнӑ та хӑйне Сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="16">Иудейсем ӗнтӗ ҫавӑн пек ӗҫсене шӑматкун тунӑшӑн Иисуса хӗсе пуҫланӑ, Ӑна вӗлерме май шыранӑ.</verse>
				<verse number="17">Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Иудейсем ӗнтӗ Иисуса шӑматкун йӗркине пӑснӑшӑн ҫеҫ мар, тата ытларах Турра Манӑн Аттем тесе Хӑйне Турӑпа тана хунӑшӑн вӗлересшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ҫакна хирӗҫ Иисус ҫапла каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ашшӗ епле тунине курмасан, Ывӑлӗ Хӑй тӗллӗн нимӗн те тума пултараймасть: Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать.</verse>
				<verse number="20">Ашшӗ Ывӑлне юратать, ҫавӑнпа Хӑй мӗн тунине Вӑл Ӑна пӗтӗмпех кӑтартать; Вӑл Ӑна ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ, эсир тӗлӗнсе кайӑр.</verse>
				<verse number="21">Ашшӗ вилнисене чӗртсе тӑратса пурӑнӑҫ панӑ пек, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.</verse>
				<verse number="22">Ашшӗ никама та сут тумасть, Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе сут тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫавӑ Ӑна янӑ Ашшӗне те хисеплемест.</verse>
				<verse number="23"></verse>
				<verse number="24">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Манӑн сӑмаха итлекен, Мана Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, вӑл сута пымасть — вӑл ӗнтӗ вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ.</verse>
				<verse number="25">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вӑхӑт ҫитсе пырать, ҫитрӗ те ӗнтӗ, вилнисем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ, илтсенех чӗрӗлсе тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Чӗрӗлӗх — Ашшӗнче Хӑйӗнчех, ҫавӑн пекех Вӑл Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ тунӑ, чӗрӗлӗх — Унра та Хӑйӗнчех.</verse>
				<verse number="27">Вӑл — Этем Ывӑлӗ, ҫавӑнпа та Ӑна сут тума та ирӗк панӑ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать,</verse>
				<verse number="29">ырӑ тунисем ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, усал тунисем айӑпа юлмашкӑн чӗрӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те тума пултараймастӑп: || мӗнле илтетӗп, ҫапла сут тӑватӑп; Манӑн сутӑм тӗрӗс, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ирӗкӗме мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлатӑп.</verse>
				<verse number="31">Эпӗ Хам ҫинчен Хамах каласа пӗлтерес пулсан, Эпӗ калани чӑн пулмӗччӗ.</verse>
				<verse number="32">Ман ҫинчен Тепӗри ҫирӗплетсе парать, Вӑл Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пани чӑннине Эпӗ пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="33">Эсир ӗнтӗ Иоанн патне ҫынсем ятӑр, вӑл чӑнлӑх ҫинчен ҫирӗплетсе каларӗ.</verse>
				<verse number="34">Анчах Мана Хам ҫинчен этем ҫирӗплетсе калани кирлӗ мар, ҫакна Эпӗ сире ҫӑлӑнтарасшӑн калатӑп.</verse>
				<verse number="35">Иоанн вӑл — ҫунакан, ҫутатакан ҫутаткӑҫ; эсир унӑн ҫутинче пӗр вӑхӑт савӑнмашкӑн хатӗрччӗ.</verse>
				<verse number="36">Ман ҫинчен Иоанран ытларах пӗлтерекенни пур: Мана Аттем тума панӑ ӗҫсем, ҫак Эпӗ тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех, Мана Аттем яни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="37">Мана янӑ Аттем Ман ҫинчен Хӑй пӗлтерчӗ. Эсир вара Унӑн сассине те нихӑҫан та илтмен, Унӑн сӑнне те курман,</verse>
				<verse number="38">Унӑн сӑмахне те хӑвӑр ӑшӑрта тытмастӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир Вӑл Янӑскере ӗненместӗр.</verse>
				<verse number="39">Эсир Ҫырӑва тишкеретӗр: ун урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ тупасса шанатӑр. Ҫырӑвӗ вара Ман ҫинчен пӗлтерет.</verse>
				<verse number="40">Анчах эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килесшӗн мар.</verse>
				<verse number="41">Мана ҫын мухтани кирлӗ мар,</verse>
				<verse number="42">Эпӗ сире пӗлетӗп: сирӗн ӑшӑрта Турра юратни ҫук.</verse>
				<verse number="43">Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр; тепӗри кам та пулин хӑй ячӗпе килет те — эсир ӑна йышӑнатӑр.</verse>
				<verse number="44">Эсир пӗрне-пӗри мухтаса пурӑнатӑр пулсан, пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырамастӑр пулсан мӗнле-ха ӗненме пултарӑр?</verse>
				<verse number="45">Ман ҫинчен Вӑл пире Ашшӗ умӗнче айӑплӗ тесе ан шухӑшлӑр: сире айӑплама хӑвӑр шанса тӑракан Моисей пур.</verse>
				<verse number="46">Моисее ӗненнӗ пулсан, эсир Мана та ӗненӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ман ҫинчен ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="47">Вӑл ҫырнине те ӗненместӗр пулсан, Ман сӑмахӑмсене епле ӗненӗр? тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Галилея тинӗсӗн, — ӑна Тивериада та теҫҫӗ, — тепӗр енне кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл чирлисене чӗртсе хӑват тунине курса, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.</verse>
				<verse number="3">Иисус ту ҫине улӑхнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иудейсен Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхать те, Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курса, Филипа калать: вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илес-ши пирӗн? тет.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна Вӑл ӑна сӑнаса каланӑ, Хӑй вара мӗн тӑвассине пӗлсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Филипп Ӑна хуравласа каланӑ: кашнине пӗчӗк татӑк тивмелӗх ҫеҫ ҫӑкӑр илес тесен те, икҫӗр динари ҫитес ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, Петр теекен Симон шӑллӗ Андрей, калать Ӑна:</verse>
				<verse number="9">кунта пӗр ачанӑн пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур; анчах ку йышлӑ халӑхшӑн мӗнех вӑл? тет.</verse>
				<verse number="10">Иисус каланӑ: вӗсене ларса тухма хушӑр, тенӗ. Вырӑнӗ ҫеремлӗ пулнӑ. Ҫапла вара пӗр пилӗк пин ҫынна яхӑн ларса тухнӑ.</verse>
				<verse number="11">Иисус ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та унтан хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ларакан халӑха валеҫсе панӑ; пуллипе те ҫаплах тунӑ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ҫавӑн чухлӗ панӑ.</verse>
				<verse number="12">Пурте ҫисе тӑрансан Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Вара пилӗк урпа ҫӑкӑрне ҫиекенсенчен юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ та вуникӗ кунтӑ туллиех тултарнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иисус тунӑ хӑвата куракан ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Пророк, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Иисус, Хӑйне систермесӗр тытса патшана лартасшӑн пулнине пӗлсе, пӗчченех каллех ту ҫине кайнӑ.</verse>
				<verse number="16">Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ та,</verse>
				<verse number="17">кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енне Капернаума ҫул тытнӑ. Тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ, Иисус ҫаплах вӗсем патне пыман-ха.</verse>
				<verse number="18">Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханнӑ.</verse>
				<verse number="19">Пӗр ҫирӗм пилӗк е вӑтӑр стади чухлӗ ишсе кайсан, вӗсем Иисус тинӗс ҫийӗн утса пынине, кимӗ патне ҫывӑхарнине курса хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл вӗсене: ку Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем Ӑна кимӗ ҫине лартасшӑн пулнӑ; ҫав вӑхӑтрах кимми хӑйсем ишсе пыракан ҫыран хӗррине ҫитсе чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="22">Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑракан халӑх Иисус вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗсӗр пуҫне унта урӑх кимӗ пулманнине тата Иисус ҫав кимӗ ҫине Хӑйӗн вӗренекенӗсем патне ларманнине, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫав хушӑра Ҫӳлхуҫа пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑн ҫывӑхне Тивериадӑран урӑх кимӗсем ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="24">Кунта Иисус та, Унӑн вӗренекенӗсем те ҫуккине курсассӑн, халӑх кимӗсем ҫине ларнӑ та, Иисуса шыраса, Капернаума ишсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вара Ӑна тинӗс тепӗр енче тупса каланӑ: Равви?! Эсӗ кунта хӑҫан килтӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Мана хӑватсем курнӑран шырамастӑр, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫӗр ҫинчи ҫӗрекен апатшӑн ан тӑрӑшӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пыракан апатшӑн тӑрӑшӑр. Ҫав апата сире Этем Ывӑлӗ парӗ: Ӑна Атте Турӑ Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вара Ӑна: Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвас тесен пирӗн мӗн тумалла? тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ Турра юрӑхлӑ ӗҫ — Вӑл Кама янӑ, эсир Ҫавна ӗненӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вара каланӑ Ӑна: Хӑвна ӗнентерес тесен Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн, мӗн тӑвӑн?</verse>
				<verse number="31">Пирӗн аттесем пушхирте манна ҫинӗ, ҫакӑн ҫинчен: «ҫимешкӗн вӗсене тӳперен ҫӑкӑр панӑ» тесе ҫырнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн ҫӑкӑра сире Манӑн Аттем парать:</verse>
				<verse number="33">Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл ҫӳлтен анать, тӗнчене чӗрӗлӗх парать, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Вара Ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! пире яланах ҫавӑн пек ҫӑкӑр парса тӑрсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Иисус каланӑ вӗсене: || чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ — Эпӗ; Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ;</verse>
				<verse number="36">Эпӗ ӗнтӗ сире каларӑм: эсир Мана куртӑр, ҫапах ӗненместӗр, терӗм.</verse>
				<verse number="37">Аттем Мана пани пурте Ман патӑма килӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ хӑваласа ямӑп:</verse>
				<verse number="38">Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ;</verse>
				<verse number="39">Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла;</verse>
				<verse number="40">Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр, Эпӗ вара ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">«Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенӗшӗн иудейсем Иисуса ҫилленнӗ;</verse>
				<verse number="42">вӗсем каланӑ: Ку — Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-и вара? эпир Унӑн ашшӗ-амӑшне те пӗлетпӗр, епле-ха Вӑл: «Эпӗ ҫӳлтен аннӑ» теет? тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта ҫилленсе ан калаҫӑр:</verse>
				<verse number="44">Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп.</verse>
				<verse number="45">Пророксен кӗнекинче: «пурне те Турӑ вӗрентсе ҫитерӗ» тесе ҫырнӑ. Аттемрен илтсе вӗренекен кирек кам та Ман патӑма килет.</verse>
				<verse number="46">Ку сӑмах кам та пулин Аттене курнине пӗлтермест, Турӑран Килнисӗр пуҫне Ашшӗне никам та курман: Вӑл курнӑ Ашшӗне.</verse>
				<verse number="47">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать.</verse>
				<verse number="48">Эпӗ — чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ:</verse>
				<verse number="49">сирӗн аҫӑрсем пушхирте манна ҫисен те вилнӗ;</verse>
				<verse number="50">ҫӳлтен анакан ҫӑкӑр ҫавӑн евӗрлӗ: ӑна ҫиекен вилмӗ.</verse>
				<verse number="51">Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ; Эпӗ парас ҫӑкӑр — Манӑн Ӳтӗм вӑл, Эпӗ ӑна тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="52">Иудейсем ӗнтӗ пӗр-пӗринпе тавлаша пуҫланӑ: епле-ха Вӑл Хӑй Ӳтне пире ҫиме пама пултартӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="53">Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ.</verse>
				<verse number="54">Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, юлашки кун Эпӗ ӑна чӗртсе тӑратӑп.</verse>
				<verse number="55">Манӑн Ӳтӗм — чӑн ҫимӗҫ, Манӑн Юнӑм — чӑн ӗҫмелли;</verse>
				<verse number="56">Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен Ман ӑшӑмра пулать, Эпӗ те ун ӑшӗнче пулатӑп;</verse>
				<verse number="57">Мана чӗрӗлӗхлӗ Аттем ячӗ, Аттем урлӑ Эпӗ те чӗрӗлӗхлӗ, ҫавнашкал Ман Ӳтӗме ҫиекен те ҫапла Ман урлӑ чӗрӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="58">Ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр ҫавӑ ӗнтӗ; аҫӑрсем ҫинӗ манна пек мар вӑл, вӗсем ӑна ҫисессӗн те вилнӗ; ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="59">Ҫакна Вӑл Капернаумра, синагогӑра вӗрентнӗ чухне, каланӑ.</verse>
				<verse number="60">Ҫавна илтсен, Унӑн вӗренекенӗсем те нумайӑшӗ каланӑ: темӗнле сӑмахсем калать! ҫакна кам итлеме пултарайӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="61">Вӗренекенӗсем ҫавӑн пирки ӳпкелешнине пӗлсе тӑракан Иисус каланӑ вӗсене: сире ҫакӑ та аташтарать-и?</verse>
				<verse number="62">Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан мӗн тӑвӑр-ши эсир?</verse>
				<verse number="63">Сывлӑш чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт нимӗнле усӑ та кӳмест; Эпӗ сире калакан сӑмахсем — Сывлӑш та, пурӑнӑҫ та.</verse>
				<verse number="64">Ҫапах та сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-хӑшӗ ӗненмеҫҫӗ, тенӗ. Иисус кам ӗненменнине, Хӑйне кам тытса парассине малтанах пӗлсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="65">Тата каланӑ: ҫавӑнпа Эпӗ сире: Аттем пулӑшмасассӑн Ман патӑма никам та килме пултараймасть, тесе каларӑм та, тенӗ.</verse>
				<verse number="66">Ҫакӑн хыҫҫӑн Унӑн вӗренекенӗсем нумайӑшӗ Ӑна пӑрахса кайнӑ та урӑх Унпа ҫӳремен.</verse>
				<verse number="67">Ҫавӑн чухне Иисус вуникӗ вӗренекенне: эсир те пӑрахса каясшӑн мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="68">Петр Симон хуравласа каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем;</verse>
				<verse number="69">Эсӗ Христос иккенне, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те, тенӗ.</verse>
				<verse number="70">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире, вуниксӗре, Хам суйласа илмерӗм-и? анчах сирӗнтен пӗри — шуйттан, тенӗ.</verse>
				<verse number="71">Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ: лешӗ, вуниккӗшӗнчен пӗри, Ӑна тытса парасшӑн пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ: иудейсем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе, Вӑл Иудейӑра ҫӳресшӗн пулман.</verse>
				<verse number="2">Иудейсен Хӳшӗ уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑн чухне тӑванӗсем каланӑ Ӑна: кунтан Иудейӑна тухса кай — Эсӗ тӑвакан ӗҫсене Хӑвӑн вӗренекенӳсем те курччӑр,</verse>
				<verse number="4">палӑрас тесен никам та нимӗн те вӑрттӑн тумасть; Эсӗ ҫавнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан, Хӑвна тӗнчене кӑтарт эппин, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисуса ӗнтӗ Хӑйӗн тӑванӗсем те ӗненмен.</verse>
				<verse number="6">Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, сирӗншӗн вара кирек мӗнле вӑхӑт та юрӑхлӑ;</verse>
				<verse number="7">сире тӗнче курайми пулас ҫук, Мана вара кураймасть, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине кӑтартса паратӑп;</verse>
				<verse number="8">эсир ҫак уява кайӑр, Эпӗ ку уява каймастӑп-ха: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ та Хӑй Галилейӑрах юлнӑ.</verse>
				<verse number="10">Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус та унта пынӑ. Вӑл никама систермесӗр, вӑрттӑн пынӑ.</verse>
				<verse number="11">Уявра Ӑна иудейсем шыранӑ: ӑҫта-ши Вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Халӑх хушшинче Ун ҫинчен тӗрлӗ калаҫнӑ: пӗрисем: «Вӑл ырӑ» тенӗ; тепӗрисем: «ҫук, Вӑл халӑха улталать» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иудейсенчен хӑранипе ӗнтӗ Ун ҫинчен пурте вӑрттӑн анчах калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗрентме пуҫланӑ тӗле ҫур уяв иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="15">Иудейсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: вӗренмесӗрех Ҫырӑва епле пӗлет-ха Вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн вӗрентӗвӗм — Хамран мар, Мана Яраканран;</verse>
				<verse number="17">кам Унӑн ирӗкне туса тӑрас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ ҫинчен пӗлӗ — Турӑран-и ку е Эпӗ Хам калатӑп-и;</verse>
				<verse number="18">хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн мухтав шырать; Кам Хӑйне Яраканшӑн мухтав шырать, Ҫавӑ чӑннине калать, Унра суя ҫук.</verse>
				<verse number="19">Сире Моисей саккун паман-и? ҫапах та эсир пӗри те саккуна тытса тӑмастӑр. Эсир Мана мӗншӗн вӗлересшӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Халӑх Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Санӑн ӑшӑнта шуйттан мар-и? кам вӗлересшӗн Сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: Эпӗ пӗр ӗҫ турӑм та, эсир пурсӑр та тӗлӗнетӗр;</verse>
				<verse number="22">Моисей сире ӳт кастарма хушнӑ, — ку йӑла Моисейрен те мар, аҫӑрсенчен тухнӑ, — эсир ӗнтӗ шӑматкун та ӳт касатӑр;</verse>
				<verse number="23">Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑматкун та ӳт кастарать пулсан, мӗнле-ха эсир Мана Эпӗ шӑматкун ҫынна пӗтӗмпех сыватнӑшӑн ҫилленетӗр?</verse>
				<verse number="24">Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ сут туса айӑплӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр Иерусалим ҫыннисем каланӑ: Ҫакна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха?</verse>
				<verse number="26">Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫавах Ӑна нимӗн те каламаҫҫӗ: пуҫлӑхсем Вӑл чӑнах та Христос иккенне пӗлсе ҫитмен-ши?</verse>
				<verse number="27">Анчах та эпир Вӑл ӑҫтан килнине пӗлетпӗр; Христос килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: эсир Мана та пӗлетӗр, Эпӗ ӑҫтан иккенне те пӗлетӗр; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Яраканӗ, Чӑнни, пур, эсир Ӑна пӗлместӗр.</verse>
				<verse number="29">Эпӗ Ӑна пӗлетӗп: Эпӗ — Ун патӗнчен, Мана Вӑл ячӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ӑна ӗнтӗ ярса тытасшӑн пулнӑ, ҫапах Ун ҫине никам та алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесессӗн Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен-ха.</verse>
				<verse number="31">Халӑх хушшинчисем вара нумайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ, вӗсем: Христос килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Халӑх хушшинче Ун ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ те, вара вӗсем тата аслӑ священниксем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Иисуса тытма янӑ.</verse>
				<verse number="33">Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗнтӗ сирӗнпе нумаях пулмӑп, Хама Яракан патне кайӑп;</verse>
				<verse number="34">Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Иудейсем вара хӑйсем хушшинче ҫапла каланӑ: эпир тупаяс ҫук ҫӗре ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? Вӑл эллинсем хушшине саланнӑ иудейсем патне кайса эллинсене вӗрентесшӗн мар-и?</verse>
				<verse number="36">«Эсир Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр» тенӗ сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши Унӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Уявӑн юлашки аслӑ кунӗнче Иисус тӑнӑ та хыттӑн каланӑ: камӑн ӗҫесси килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр;</verse>
				<verse number="38">Мана ӗненекенӗн ӑшӗнчен, — Ҫырура каланӑ пек, — чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Таса Сывлӑш ҫинчен каланӑ: ун чухне вӗсем ҫинче Таса Сывлӑш пулман, мӗншӗн тесессӗн Иисус мухтава тухман-ха.</verse>
				<verse number="40">Ҫак сӑмахсене илтсен халӑх хушшинче нумайӑшӗ каланӑ: Вӑл чӑнах та пророк, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Тепӗрисем: Ку — Христос, тенӗ. Тата тепӗрисем: Христос Галилейӑран килӗ-и вара?</verse>
				<verse number="42">Ҫырура: «Христос Давид йӑхӗнчен, Вифлеемрен, Давид ҫуралнӑ ҫӗртен, килӗ» темен-им? тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Ҫапла халӑх хушшинче Ун пирки тав тухнӑ.</verse>
				<verse number="44">Вӗсенчен хӑшӗпӗри Ӑна тытасшӑн пулнӑ, ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен.</verse>
				<verse number="45">Хуралҫӑсем ӗнтӗ аслӑ священниксемпе фарисейсем патне таврӑннӑ, лешӗсем вӗсене: мӗншӗн тытса килмерӗр Ӑна? тенӗ.</verse>
				<verse number="46">Хуралҫисем ҫапла хуравласа каланӑ: никам та нихӑҫан та Ҫав Ҫын калаҫнӑ пек калаҫман, тенӗ.</verse>
				<verse number="47">Фарисейсем каланӑ вӗсене: эсир те улталантӑр-и?</verse>
				<verse number="48">Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна?</verse>
				<verse number="49">Ку халӑх саккуна пачах та пӗлмест, ылханлӑ вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="50">Вӗсенчен пӗри, Иисус патне ҫӗрле пынӑ Никодим, вӗсене каланӑ:</verse>
				<verse number="51">пирӗн саккун ҫын мӗн тунине малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлмесӗр ӑна айӑплать-и вара? тенӗ.</verse>
				<verse number="52">Ҫавна хирӗҫ Никодима каланӑ: эсӗ те Галилейӑран мар-и-ха? тӗпчесе тух-ха, Галилейӑран пророк тухманнине курӑн вара, тенӗ.</verse>
				<verse number="53">Унтан пурте килне саланнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Иисус вара Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ирхине каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ; пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ; Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗренте пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнта Ун патне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ арӑма илсе пынӑ; ӑна вӑта ҫӗре тӑратса, Иисуса каланӑ:</verse>
				<verse number="4">Вӗрентекен! ҫак арӑма аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ;</verse>
				<verse number="5">саккунра Моисей пире ун пеккисене чулпа персе вӗлерме хушнӑ, Эсӗ мӗн калӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна вӗсем, Ӑна сӑнаса, Ӑна айӑплама мӗн те пулин тупасшӑн каланӑ. Анчах та Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине пӳрнипе темӗскер ҫыра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="7">Лешӗсем Хӑйӗнчен ҫине тӑрсах ыйтнӑран Вӑл пуҫне ҫӗклесе каланӑ вӗсене: сирӗн хушшӑрта кам ҫылӑхсӑр, малтан ҫавӑ чулпа петӗр ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Хӑй каллех пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине ҫырса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Лешӗсем ҫакна илтсен, намӑсланса, аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех пӗрин хыҫҫӑн тепӗри салана пуҫланӑ; Иисуспа вӑта ҫӗрте тӑракан хӗрарӑм анчах тӑрса юлнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та, хӗрарӑмсӑр пуҫне никам та юлманнине курса, каланӑ ӑна: эй хӗрарӑм! сана айӑплакансем ӑҫта? никам та айӑплаймарӗ-и сана? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: никам та айӑплаймарӗ, Ҫӳлхуҫамӑр! тенӗ. Иисус ӑна: Эпӗ те айӑпламастӑп сана; каях, малашне ҫылӑха ан кӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Иисус халӑха татах каланӑ: Эпӗ — тӗнче ҫути; Ман хыҫҫӑн пыракан сӗмлӗхре ҫӳремӗ, унӑн чӗрӗлӗх ҫути пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн чухне фарисейсем каланӑ Ӑна: Эсӗ Ху ҫинчен Ху каласа пӗлтеретӗн, Эсӗ калани чӑн мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ Хам ҫинчен Хам каласа пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ калани чӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп; эсир Эпӗ ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлместӗр.</verse>
				<verse number="15">Эсир этем виҫипе айӑплатӑр, Эпӗ никама та айӑпламастӑп;</verse>
				<verse number="16">айӑпласассӑн та, Манӑн сутӑм чӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — пӗччен мар, Эпӗ — Хама янӑ Аттемпе пӗрле;</verse>
				<verse number="17">сирӗн саккунӑрта та: «икӗ ҫын пӗр пек кӳнтелет пулсан, ҫавӑ — чӑн» тесе ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ Хам ҫинчен Хам кӳнтелетӗп; Ман ҫинчен тата Мана янӑ Аттем кӳнтелет, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара Ӑна: ӑҫта Санӑн Аҫу? тенӗ. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: эсир Мана та, Манӑн Аттеме те пӗлместӗр; Мана пӗлнӗ пулсассӑн, эсир Манӑн Аттеме те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫак сӑмахсене Иисус Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче вӗрентнӗ чухне, каланӑ; Ӑна никам та тӗкӗнмен: ун чухне Унӑн вӑхӑчӗ ҫитмен-ха.</verse>
				<verse number="21">Иисус татах каланӑ вӗсене: Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырӑр та, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вара иудейсем каланӑ: «Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр» тет, Вӑл Хӑйне Хӑй вӗлересшӗн мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӑл каланӑ вӗсене: эсир — ҫӗртен, Эпӗ — ҫӳлтен; эсир — ку тӗнчерисем, Эпӗ — ку тӗнчери мар.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа Эпӗ сире «хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр» тесе каларӑм та; эсир Ку Эпӗ иккенне ӗненмесен хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр те, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вара Ӑна: кам вара Эсӗ? тенӗ. Иисус каланӑ вӗсене: ҫакӑн ҫинчен Эпӗ сире малтан пуҫласах калатӑп;</verse>
				<verse number="26">Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай; анчах тӗнчене Эпӗ Хама Яракантан мӗн илтнине ҫеҫ калатӑп, Вӑл вара — Чӑнни, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Иисус вӗсене Хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен каланине вӗсем ӑнланайман.</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑнпа Иисус каланӑ вӗсене: эсир Этем Ывӑлне ҫӗклентерсессӗнех Ку Эпӗ иккенне, Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек каланине пӗлӗр вара.</verse>
				<verse number="29">Мана Яраканӗ Манпа пӗрлех; Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп, ҫавӑнпа Аттем Мана пӗччен хӑвармарӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вӑл ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Ӑна нумайӑшӗ ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр;</verse>
				<verse number="32">вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Авраам йӑхӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман; епле-ха Эсӗ пире: «ирӗке тухӑр» теетӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫылӑха кӗрекен кирек кам та — ҫылӑх чури.</verse>
				<verse number="35">Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнаймасть, ывӑлӗ ӗмӗрех пурӑнать.</verse>
				<verse number="36">Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр.</verse>
				<verse number="37">Эсир Авраам йӑхӗ иккенне Эпӗ пӗлетӗп, анчах та эсир Мана вӗлерме хатӗр, мӗншӗн тесессӗн Манӑн сӑмахӑм сирӗн ӑшӑра вырӑнаҫаймасть;</verse>
				<verse number="38">Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна калатӑп; эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнине тӑватӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пирӗн аттемӗр — Авраам, тенӗ. Иисус каланӑ вӗсене: эсир Авраам ачисем пулсан, Авраам ӗҫӗсене тӑвӑттӑр;</verse>
				<verse number="40">эсир халӗ Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр. Авраам ун пек туман;</verse>
				<verse number="41">эсир хӑвӑр аҫӑрӑн ӗҫӗсене тӑватӑр, тенӗ. Ҫавна хирӗҫ Ӑна каланӑ: эпир аскӑн ӗҫ тунинчен ҫуралман, пирӗн Аттемӗр пӗрре — Турӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Иисус каланӑ вӗсене: сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсан, эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Турӑ патӗнчен анса килнӗ; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Вӑл янӑ.</verse>
				<verse number="43">Мӗншӗн эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? мӗншӗн тесессӗн эсир Манӑн сӑмахӑма илтме пултараймастӑр.</verse>
				<verse number="44">Сирӗн аҫӑр — шуйттан, эсир аҫӑрӑн усал шухӑшне тӑвасшӑн; вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчех ҫынвӗлерен пулнӑ, чӑнлӑх уншӑн ют, мӗншӗн тесессӗн ун ӑшӗнче чӑнлӑх ҫук. Суйса каланӑ чухне вӑл хӑйӗнче мӗн пуррине калать, мӗншӗн тесессӗн вӑл — ултавҫӑ, ултав ашшӗ.</verse>
				<verse number="45">Эпӗ вара чӑннине калатӑп, эсир Мана ҫавӑнпа ӗненместӗр.</verse>
				<verse number="46">Сирӗнтен кам Мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплать? Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, эсир мӗншӗн ӗненместӗр Мана?</verse>
				<verse number="47">Кам Турӑран, ҫавӑ Турӑ сӑмахне итлет; эсир Турӑран мар, ҫавӑнпа итлеместӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫакна хирӗҫ иудейсем Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Сана: Эсӗ — Самари ҫынни, Сана усал ернӗ тесе тӗрӗсех каламастпӑр-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Иисус каланӑ: Мана усал ермен, Эпӗ Хамӑн Аттеме чыслатӑп, эсир Мана чыссӑрлататӑр.</verse>
				<verse number="50">Эпӗ Хам валли мухтав шырамастӑп: Шыраканни, Сут тӑваканни хӑйне пур.</verse>
				<verse number="51">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="52">Иудейсем каланӑ Ӑна: Сана усал ернине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир: Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара: «Манӑн сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ» тетӗн;</verse>
				<verse number="53">Эсӗ вилнӗ Авраам аттемӗртен те аслӑ-и? пророксем те вилнӗ; Эсӗ Хӑвна кам вырӑнне хуратӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="54">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ Хама Хам мухтатӑп пулсан, Манӑн мухтавӑм ниме те тӑмасть. Мана Аттем мухтава кӑларать, эсир вара Ун ҫинчен: «Вӑл — пирӗн Туррӑмӑр» теетӗр;</verse>
				<verse number="55">эсир Ӑна пӗлмерӗр, Эпӗ пӗлетӗп Ӑна; Ӑна пӗлместӗп теес пулсан, Эпӗ сирӗн пекех ултавҫӑ пулатӑп; Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне тытса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="56">Авраам, сирӗн аҫӑр, питех те Ман кунӑма курасшӑнччӗ; курчӗ те — савӑнмаллипех савӑнчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="57">Ҫакна хирӗҫ иудейсем каланӑ Ӑна: Эсӗ халӗ аллӑ ҫула та ҫитмен, мӗнле-ха Эсӗ Авраама курма пултарнӑ? тенӗ.</verse>
				<verse number="58">Иисус каланӑ вӗсене: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ Авраам ҫураличченех пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="59">Иудейсем вара Ӑна вӗлересшӗн чулсем ярса тытнӑ; анчах Иисус, курӑнми пулса, вӗсем хушшипех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Иртсе пынӑ чухне Вӑл суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: Равви?! вӑл мӗншӗн суккӑр ҫуралнӑ? кам ҫылӑха кӗнӗ: вӑл хӑй-и е ашшӗ-амӑшӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Иисус хуравласа каланӑ: вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, ун ҫинче Турӑ ӗҫӗ курӑнтӑр тесе ҫапла пулнӑ;</verse>
				<verse number="4">кун ҫути пур чухне Манӑн Хама Яраканӑн ӗҫне тӑвас пулать; ҫӗрле пулсан никам та нимӗн те тӑваймасть.</verse>
				<verse number="5">Тӗнчере чухне Эпӗ — тӗнче ҫути, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна каласан Вӑл ҫӗре сурнӑ та, сурчӑкне тӑпрапа хутӑштарса, суккӑрӑн куҫне ҫав пылчӑкпа сӗрнӗ,</verse>
				<verse number="7">унтан ӑна каланӑ: кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн, тенӗ («Силоам» тени «Янӑскер» тенине пӗлтерет). Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ кӳршисем тата унччен вӑл суккӑррине курнӑ ҫынсем каланӑ: ку хайхи ыйткаласа лараканни мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Хӑшӗсем: ку ҫавӑ, тенӗ; хӑшӗсем тата: ку ҫавӑн евӗрлӗ, тенӗ. Хӑй вӑл: эпӗ ҫавӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара унтан ыйта пуҫланӑ: санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл ҫапла хуравласа каланӑ: Иисус теекен Ҫын пылчӑк туса ман куҫа сӗрчӗ те мана: «кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн» терӗ. Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем вара ӑна: ӑҫта Вӑл? тенӗ. Ку: пӗлместӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ӗнтӗ ҫак ӗлӗк суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иисус пылчӑк туса унӑн куҫне уҫнӑ чухне шӑматкун пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Фарисейсем те унран вӑл епле куракан пулни ҫинчен ыйтнӑ. Вӑл каланӑ вӗсене: Иисус ман куҫ ҫине пылчӑк хучӗ, эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр фарисейсем каланӑ: Ку Ҫын Турӑран мар — шӑматкуна хисеплемест, тенӗ. Тепӗрисем каланӑ: ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тӑвайтӑр? тенӗ. Ҫапла вӗсен хушшинче тавлашу тухнӑ.</verse>
				<verse number="17">Суккӑр ҫынна татах каланӑ: Вӑл санӑн куҫна уҫнӑ, Ун ҫинчен эсӗ мӗн калӑн? тенӗ. Лешӗ: Вӑл — пророк, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Анчах та иудейсем суккӑр ҫын куракан пулнине ӗненмен, вӗсем ӗнтӗ куракан ҫыннӑн ашшӗ-амӑшне чӗнтерсе илнӗ те</verse>
				<verse number="19">ыйтнӑ вӗсенчен: сирӗн суккӑр ҫуралнӑ теекен ывӑлӑр ҫакӑ-и? халӗ епле-ха вӑл куракан пулчӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Унӑн ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ку пирӗн ывӑл иккенне, вӑл суккӑр ҫуралнине эпир пӗлетпӗр,</verse>
				<verse number="21">анчах халӗ епле куракан пулнине пӗлместпӗр; унӑн куҫне кам уҫнине те пӗлместпӗр; вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр, хӑй ҫинчен хӑй каласа патӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Унӑн ашшӗ-амӑшӗ иудейсенчен хӑранипе ҫапла каланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иисуса Христос тесе ӗненекен ҫынна иудейсем синагогӑран уйӑрса яма сӑмах татнӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="23">ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн ашшӗ-амӑшӗ: «вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр» тенӗ те.</verse>
				<verse number="24">Вара унччен суккӑр пулнӑ ҫынна иккӗмӗш хут чӗнсе илсе каланӑ: Турра мухта; эпир Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине пӗлетпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: ҫылӑхлӑ Ҫын-и Вӑл — эпӗ пӗлместӗп; пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ куратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Унран каллех ыйтнӑ: мӗн турӗ Вӑл сана? санӑн куҫна епле уҫрӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Ку вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ сире каларӑм-ҫке, эсир итлемерӗр; тата мӗн илтес тетӗр? е эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем ӑна питлесе каланӑ: эсӗ — Унӑн вӗренекенӗ, эпир вара — Моисей вӗренекенӗсем;</verse>
				<verse number="29">эпир Моисейпе Турӑ калаҫнине пӗлетпӗр, Ку ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Куракан пулнӑ ҫын вӗсене хуравласа каланӑ: ҫакӑнтан тӗлӗнмелле те: Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне пӗлместӗр;</verse>
				<verse number="31">эпир пӗлетпӗр-ҫке: ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлемест; кам Ӑна хисеплет, Унӑн ирӗкне туса пурӑнать, ҫавна итлет;</verse>
				<verse number="32">суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине ӗмӗрне те илтмен;</verse>
				<verse number="33">Вӑл Турӑран пулмасан, нимӗн тума та пултараймӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ йӑлтах ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ — эсӗ пире вӗрентетӗн-и? тенӗ. Вара ӑна хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="35">Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен, Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та каланӑ: эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Лешӗ Ӑна хуравласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, кам Вӑл? ӗненесчӗ Ӑна манӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Иисус каланӑ ӑна: эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вара лешӗ: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑр! тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="39">Унтан Иисус каланӑ: суккӑррисем куракан пулччӑр, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене сут тума килтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫакна илтсен, Унпа пӗрле тӑракан фарисейсем хӑшӗ-хӑшӗ каланӑ Ӑна: эпир те суккӑр-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Иисус каланӑ вӗсене: эсир суккӑр пулнӑ пулсан, сирӗн ҫинче ҫылӑх пулмӗччӗ; анчах эсир: «эпир куратпӑр» тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑр ҫинчех юлать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран кӗмест, урӑх ҫӗртен каҫса кӗрет, вӑл вӑрӑ, вӑрӑ-хурах.</verse>
				<verse number="2">Алӑкран кӗрекенни — сурӑхсен кӗтӳҫи.</verse>
				<verse number="3">Ӑна алӑк хуралҫи алӑкне уҫса парать, сурӑхсем унӑн сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать;</verse>
				<verse number="4">сурӑхӗсене кӑларсан вӑл хӑй вӗсен умӗнчен пырать; сурӑхӗсем унӑн сассине палланипе ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">ют ҫын хыҫӗнчен каймаҫҫӗ, ют сасса палламаннипе вӗсем унран тараҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисус вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ, анчах та вӗсем Вӑл мӗн каланине ӑнланман.</verse>
				<verse number="7">Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ;</verse>
				<verse number="8">Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ;</verse>
				<verse number="9">Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ;</verse>
				<verse number="10">вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм;</verse>
				<verse number="11">Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать;</verse>
				<verse number="12">тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет;</verse>
				<verse number="13">тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ; Эпӗ Хамӑннисене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ:</verse>
				<verse number="15">Аттем Мана пӗлнӗ пек, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп; сурӑхӑмсемшӗн Эпӗ Хам чунӑма паратӑп.</verse>
				<verse number="16">Манӑн урӑх сурӑхсем те пур; вӗсем ку картара мар; Манӑн вӗсене те илсе килмелле: вӗсем те Ман сассӑма илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ Хамӑн чунӑма ӑна каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа Аттем юратать Мана;</verse>
				<verse number="18">чунӑма Манран никам та туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна пама та ирӗкӗм пур, ӑна каялла илме те ирӗкӗм пур; ҫак ӳкӗте Эпӗ Аттемрен илтӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫак сӑмахсем пирки иудейсем хушшинче каллех тавлашу тухнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсенчен нумайӑшӗ каланӑ: Ӑна усал ернӗ, Вӑл ухмахланать, мӗн итлетӗр Ӑна? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Тепӗрисем тата ҫапла каланӑ: ку сӑмахсем — усал ернӗ ҫын сӑмахӗсем мар; усал суккӑр ҫын куҫне уҫма пултарать-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн чухне Иерусалимра Турӑ Ҫуртне ҫӗнетнине асӑнмалли уяв ҫитнӗ; ун чухне хӗлле пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Иисус Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, Соломон пӑлтӑрӗнче, утса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнта Ӑна иудейсем сырса илнӗ те каланӑ: Эсӗ пире хӑҫанччен пӗлтермесӗр тӑрӑн-ши? Эсӗ Христос пулсан тӳрех кала пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="26">эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар;</verse>
				<verse number="27">Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="28">Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ;</verse>
				<verse number="29">вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.</verse>
				<verse number="30">Эпӗ те, Аттем те — пӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иудейсем ӗнтӗ Ӑна вӗлересшӗн каллех чулсем ярса тытнӑ.</verse>
				<verse number="32">Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ сире Хамӑн Аттем хӑвачӗпе нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, вӗсенчен хӑшӗшӗн эсир Мана чулпа персе вӗлересшӗн? тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Иудейсем Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Сана ырӑ ӗҫшӗн мар, Турра хурланӑшӑн тата Эсӗ ҫын пуҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хунӑшӑн чулпа персе вӗлересшӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: сирӗн саккунӑрта: «Эпӗ: эсир — турӑсем, терӗм» тесе ҫырман-и-ха?</verse>
				<verse number="35">Турӑ сӑмахне итлекенсене Вӑл турӑсем тенӗ пулсан, — Ҫыру вара пӑрахӑҫланма пултараймасть, —</verse>
				<verse number="36">епле-ха эсир Мана, Атте Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тенӗшӗн «Эсӗ Турра хурлатӑн» тетӗр?</verse>
				<verse number="37">Эпӗ Аттем ӗҫӗсене тумастӑп пулсан, ан ӗненӗр Мана;</verse>
				<verse number="38">Аттем ӗҫӗсене тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те ӗҫӗмсене ӗненӗр, вара Аттем Ман ӑшӑмрине, Эпӗ Аттем ӑшӗнчине пӗлсе ӑнланса илӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Ӑна ҫавӑн чухне те ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах Вӑл вӗсен аллинчен хӑтӑлнӑ.</verse>
				<verse number="40">Иисус каллех Иордан тепӗр енне, унччен Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑна, каҫса кайнӑ та пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="41">Ун патне нумай ҫын ҫӳренӗ. Вӗсем: «Иоанн пӗр хӑват та тумарӗ, анчах та вӑл Ҫакӑн ҫинчен калани пӗтӗмпе чӑн пулчӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Ҫавӑнта чылайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Марийӑпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑннӑ Вифани ялӗнче Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлӗ выртнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫав Мария ӗнтӗ Иисуса мирӑ сӗрсе Унӑн урине хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ; чирлӗ Лазарь унӑн пиччӗшӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Ҫӳлхуҫамӑр, акӑ Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ выртать» тесе калама ҫын янӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫакна илтсен, Иисус каланӑ: ку чир вилӗм чирӗ мар, Турӑ мухтавне кӑтартмалли чир, ун урлӑ Турӑ Ывӑлӗ мухтава тухӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус Марфӑна та, унӑн йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ.</verse>
				<verse number="6">Лазарь чирлӗ тенине илтсен, Иисус ҫав вырӑнта тата икӗ кун пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: атьӑр каллех Иудейӑна каяр, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: Равви?! иудейсем Сана халӗ ҫеҫ чулпа персе вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каятӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: кунра вуникӗ сехет мар-и? кӑнтӑрла ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫак тӗнче ҫутине курать;</verse>
				<verse number="10">ҫӗрле ҫӳрекен такӑнать, мӗншӗн тесессӗн унра ҫутӑ ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Эпӗ ӑна вӑратма каятӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗренекенӗсем Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! ҫывӑрать пулсассӑн сывалӗ-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Иисус ӗнтӗ Лазарь вилӗмӗ ҫинчен каланӑ, вӗсем вара Вӑл ахаль ыйхӑ ҫинчен калать пулӗ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="14">Иисус вара вӗсене тӳррӗнех каланӑ: Лазарь вилнӗ;</verse>
				<verse number="15">Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп: сире ҫирӗпрех ӗнентересшӗн Эпӗ унта пулмарӑм; эппин, каяр ун патне, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: эпир те каяр та Унпа пӗрле вилер, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Вифани ялне ҫитсен Иисус Лазаре тӑватӑ кун каяллах пытарнине пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="18">Вифани ялӗ Иерусалим ҫывӑхӗнчех, пӗр вунпилӗк стадире пулнӑ,</verse>
				<verse number="19">пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марийӑна лӑплантарма иудейсем нумаййӑн пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ӑна хирӗҫ кайнӑ; Мария килӗнчех юлнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн чухне Марфа Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫапах та Эсӗ Турӑран кирек мӗн ыйтнине те Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус ӑна: пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ, тет.</verse>
				<verse number="24">Марфа калать Ӑна: эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл, тет.</verse>
				<verse number="25">Иисус каланӑ ӑна: чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ; Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ,</verse>
				<verse number="26">Мана ӗненсе пурӑнакан ӗмӗрне те вилмӗ. Ҫакна ӗненетӗн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Марфа калать Ӑна: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑр! ӗненетӗп: Эсӗ тӗнчене килмелли Турӑ Ывӑлӗ Христос, тет.</verse>
				<verse number="28">Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн Мария йӑмӑкне вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: Вӗрентекен кунта, сана чӗнет, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Мария ҫакна илтсенех васкасах тӑрса Ун патне кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Иисус ун чухне яла кӗмен пулнӑ-ха, Марфӑпа тӗл пулнӑ вырӑнтах тӑнӑ.</verse>
				<verse number="31">Мария васкасах тӑрса тухса кайнине курсан, пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ, вӗсем вӑл пиччӗшне пытарнӑ ҫӗре йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="32">Мария ӗнтӗ Иисус тӑракан ҫӗре пынӑ та, Ӑна курсассӑн Ун ури умне ӳксе пуҫҫапса, Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Мария йӗнине тата унпа пӗрле пынӑ иудейсем те йӗнине курсан, Иисус Хӑй те питех те хурланса пӑлханса кайнӑ,</verse>
				<verse number="34">вара: ӑҫта пытартӑр эсир ӑна? тенӗ. Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! пырса пӑхсамччӗ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="35">Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫавӑн чухне иудейсем каланӑ: пӑхӑр-ха, Вӑл ӑна епле юратнӑ! тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вӗсенчен хӑшӗсем тата ҫапла каланӑ: суккӑр ҫыннӑн куҫне уҫнӑскер, Вӑл ҫакна та вилмелле мар тума пултарайман-им-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Иисус вара Хӑй ӑшӗнче ҫавах питех те хуйхӑрса тупӑклӑх патне пынӑ. Тупӑклӑхӗ ту хӑвӑлӗнче пулнӑ, унта кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ.</verse>
				<verse number="39">Иисус: чулне илӗр, тет. Вилнин йӑмӑкӗ, Марфа, калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗнтӗ виле шӑрши ҫапать; вӑл вилни тӑватӑ кун, тет.</verse>
				<verse number="40">Иисус ӑна ҫапла калать: ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и Эпӗ сана? тет.</verse>
				<verse number="41">Вара тупӑклӑх умӗнчи чула илнӗ. Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: эй Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана;</verse>
				<verse number="42">Эсӗ Мана кирек хӑҫан та илтессе Эпӗ пӗлетӗп; ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм: вӗсем Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="43">Ҫакна каласан Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса: Лазарь, тух! тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Вара вилнӗскерӗ алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. Иисус вӗсене: салтса ярӑр ӑна, утса пытӑр, тет.</verse>
				<verse number="45">Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненнӗ;</verse>
				<verse number="46">хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ.</verse>
				<verse number="47">Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем канаш пухнӑ: мӗн тӑвар-ши? Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать.</verse>
				<verse number="48">Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненӗҫ, вара Рим ҫыннисем килӗҫ те пирӗн ҫӗре те, халӑха та хӑйсен аллине илӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="49">Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: эсир нимӗн те пӗлместӗр,</verse>
				<verse number="50">ӑнланмастӑр ҫакна: пӗтӗм халӑх пӗтиччен пӗр ҫын вилни пирӗншӗн пуриншӗн те аванрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="51">Ҫакна вӑл хӑй ӑсӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе, халӑхшӑн ҫеҫ мар, тата сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ.</verse>
				<verse number="52"></verse>
				<verse number="53">Ҫав кун ӗнтӗ Иисуса вӗлерме сӑмах пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="54">Ҫавӑнпа Иисус иудейсем хушшинче курӑнсах ҫӳремен; Вӑл унтан пушхир ҫывӑхӗнчи ҫӗре, Ефраим ятлӑ хулана, кайса Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ҫавӑнта пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="55">Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, пур тавраран та нумайӑшӗ Пасха умӗн тасалма Иерусалима пынӑ.</verse>
				<verse number="56">Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса шыранӑ, Турӑ Ҫуртӗнче тӑнӑ чухне пӗр-пӗрне каланӑ: мӗнле шухӑшлатӑр эсир? уява килет-ши Вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="57">Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытасшӑн ҫапла тума хушнӑ: кам та кам Вӑл ӑҫтине пӗлет, унӑн ҫакӑн ҫинчен систерес пулать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Пасха уявӗ ҫитиччен ултӑ кун маларах Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ.</verse>
				<verse number="2">Ун валли унта каҫхи апат хатӗрленӗ; Марфа хӑнасене пӑхнӑ, Иисуспа пӗрле кӗрекере ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Мария хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен хатӗрленӗ пӗр кӗрепенкке мирӑ илнӗ те Иисусӑн урине сӗрсе ӑна ҫӳҫӗпе шӑлнӑ; ӗнтӗ пӗтӗм пӳрте ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӗренекенӗсенчен пӗри, Симон ывӑлӗ Иуда Искариот, Иисуса тытса пама хатӗрленекенӗ, ҫавӑн чухне каланӑ:</verse>
				<verse number="5">мӗншӗн-ха ку мирӑна сутса виҫҫӗр динари илес мар, укҫине кӗлмӗҫсене салатса парас мар? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна вӑл кӗлмӗҫсене пулӑшас тесе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ: ун ҫумӗнче укҫа арчи пулнӑ, унта мӗн янине вӑл илкелесех тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Иисус каланӑ: ан тивӗр ӑна; ку ҫӑва вӑл Мана пытарас кун валли упранӑ.</verse>
				<verse number="8">Кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иисус ӑҫтине пӗлсен иудейсем унта нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, вӗсем Иисуса ҫеҫ мар, Вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Аслӑ священниксем ӗнтӗ Лазаре те вӗлерме сӑмах пӗтернӗ,</verse>
				<verse number="11">мӗншӗн тесессӗн ӑна пула иудейсем нумайӑшӗ вӗсенчен пӑрӑнса Иисуса ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="12">Тепӗр кунне уява пынӑ темӗн чухлӗ халӑх, Иисус Иерусалима килет тенине илтсен,</verse>
				<verse number="13">пальма турачӗсем тытса, Ӑна кӗтсе илме тухнӑ, вӗсем: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекенӗ, Израиль Патшийӗ мухтавлӑ! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="14">Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланса ларнӑ. Ку ӗнтӗ Ҫырура: «эй Сион хӗрӗ, ан хӑра! акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет» тесе ҫырнӑ пек пулнӑ.</verse>
				<verse number="15"></verse>
				<verse number="16">Унӑн вӗренекенӗсем ҫакна малтан ӑнланман; Иисус ҫинчен ҫапла ҫырнине, ҫакна хӑйсем Уншӑн тунине вӗсем Иисус мухтава тухсан тин астуса илнӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫакӑн умӗн Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ халӑх Вӑл Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине каласа кӑтартнӑ;</verse>
				<verse number="18">Иисус ҫав хӑвата тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна ҫапла кӗтсе илнӗ.</verse>
				<verse number="19">Фарисейсем хӑйсем хушшинче калаҫнӑ: куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр — пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче темиҫе эллин та пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем Филипп патне пынӑ та (лешӗ Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ) унран ҫапла ыйтнӑ: ырӑ ҫыннӑмӑр! пирӗн Иисуса курасчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Филипп ҫавӑн ҫинчен Андрее кайса калать; унтан Андрейпе Филипп ун ҫинчен Иисуса калаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Этем Ывӑлӗн мухтава тухас вӑхӑчӗ ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="24">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тулӑ пӗрчи ҫӗр ҫине ӳксе вилмесен пӗр пӗрчӗ халлӗнех юлать; вилсессӗн — нумай пӗрчӗ пултарать.</verse>
				<verse number="25">Хӑйӗн чунне юратакан ӑна пӗтерет; ку тӗнчере хӑй чунне курайман ҫын ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварать.</verse>
				<verse number="26">Маншӑн ӗҫлесе тӑракан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта — тарҫӑм та ҫавӑнта пултӑр; Маншӑн ӗҫлесе тӑракана Атте хисеплӗ.</verse>
				<verse number="27">Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханать; мӗн калам-ши? Эй Аттем! ҫак сехетрен хӑтарсам Мана! анчах Эпӗ шӑпах ҫак сехетшӗн килнӗ.</verse>
				<verse number="28">Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар! тенӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: мухтава кӑлартӑм, татах та мухтавлӑп, тенӗ сасӑ илтӗннӗ.</verse>
				<verse number="29">Унта тӑракан халӑх ҫавна илтсен: аслати ку, тенӗ; тепӗрисем: Унпа ангел калаҫрӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: ку сасӑ Маншӑн мар, халӑхшӑн пулчӗ.</verse>
				<verse number="31">Халӗ ҫак тӗнчене сут пулать; халӗ ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Эпӗ, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсен, пурне те Хам патӑма пуҫтарӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫакна Вӑл Хӑй епле вилӗмпе вилессине пӗлтерсе каланӑ.</verse>
				<verse number="34">Халӑх каланӑ Ӑна: Христос ӗмӗр-ӗмӗрех пулмалла — эпир ҫакна саккунран пӗлетпӗр; епле-ха Эсӗ Этем Ывӑлӗн ҫӳле ҫӗкленмелле тетӗн? Ҫав Этем Ывӑлӗ кам вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Вара Иисус каланӑ вӗсене: ҫутӑ сирӗнпе пӗрле тата кӑшт анчах тӑрӗ; ҫутӑ пур чухне ҫӳрӗр, сӗмлӗх ан хупӑрлатӑр сире: сӗмлӗхре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.</verse>
				<verse number="36">Ҫутӑ хӑвӑрпа пӗрле чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ывӑлӗсем пулӑр, тенӗ. Ҫакна каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайнӑ, урӑх курӑнман вӗсене.</verse>
				<verse number="37">Вӑл вӗсем умӗнче темӗн чухлӗ хӑват тунӑ, вӗсем ҫавах ӗненмен Ӑна.</verse>
				<verse number="38">Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ, вӑл: «эй Ҫӳлхуҫа, пирӗнтен илтнине кам ӗненчӗ? Ҫӳлхуҫан хӑвачӗ кама курӑнчӗ?» тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Исаия вӗсем мӗншӗн ӗненме пултарайманни ҫинчен те каланӑ:</verse>
				<verse number="40">«Турӑ вӗсен куҫне суккӑрлатнӑ, вӗсен чӗрине чул пек хытарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем куҫӗпе те курмаҫҫӗ, чӗрипе те ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем Ман енне ҫаврӑннӑ пулсассӑн, Эпӗ вӗсене сывататтӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Исаия Христос мухтавне курнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫапла каланӑ; вӑл Ун ҫинчен каланӑ.</verse>
				<verse number="42">Ҫапах Иисуса пуҫлӑхсем те нумайӑшӗ ӗненнӗ, анчах та вӗсем, фарисейсем синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман:</verse>
				<verse number="43">вӗсем ӗнтӗ этем мухтавне Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.</verse>
				<verse number="44">Иисус хытӑ сасӑпа каланӑ: Мана ӗненекен Мана мар, Мана Яракана ӗненет;</verse>
				<verse number="45">Мана куракан Мана Яракана курать.</verse>
				<verse number="46">Эпӗ — Мана ӗненекен пӗри те сӗмлӗхре ан юлтӑр тесе тӗнчене килнӗ ҫутӑ.</verse>
				<verse number="47">Ман сӑмахӑма илтсе те Мана ӗненмен ҫынна Эпӗ айӑпламастӑп: Эпӗ тӗнчене айӑплама килмен, ӑна ҫӑлма килнӗ.</verse>
				<verse number="48">Мана йышӑнман ҫыншӑн, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫыншӑн хӑйне тӳре пур: юлашки кун ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ.</verse>
				<verse number="49">Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламарӑм; Эпӗ Хама янӑ Аттем мӗн хушнине турӑм, мӗн каламаллине, мӗнле каламаллине Мана Вӑл Хӑй каларӗ.</verse>
				<verse number="50">Эпӗ пӗлетӗп: Вӑл мӗн хушни — ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем Хама мӗн каланине калатӑп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ. Иисус ҫак тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитнине пӗлнӗ. Вӑл, ҫак тӗнчере Хӑйӗннисене юратаканскер, вӗсене вӗҫне ҫитиех юратнӑ.</verse>
				<verse number="2">Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, —</verse>
				<verse number="3">Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе,</verse>
				<verse number="4">апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ;</verse>
				<verse number="5">унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫапла Вӑл Симон Петр патне ҫитет, лешӗ калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ара, манӑн урана Санӑн ҫумалла-и? тет.</verse>
				<verse number="7">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлместӗн, кайран ӑнланса илӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Петр калать Ӑна: манӑн урана Эсӗ ӗмӗрне те ҫӑвас ҫук, тет. Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: сана Эпӗ ҫумасан, Манпа пӗрле пая кӗреймӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Симон Петр калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эппин, урана кӑна мар, аллӑма та, пуҫӑма та ҫу, тет.</verse>
				<verse number="10">Иисус калать ӑна: ҫӑвӑннӑ ҫын вӑл пӗтӗмпе таса, унӑнне урине кӑна ҫумалла; эсир те таса, анчах пуртех мар, тет.</verse>
				<verse number="11">Вӑл Хӑйне тытса паракана пӗлнӗ, ҫавӑнпа «пуртех мар» тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсенӗн урисене ҫусан, Хӑй тумне тӑхӑнса, Вӑл каллех кӗрекене ларнӑ та вӗсене каланӑ: Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и эсир?</verse>
				<verse number="13">Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Ҫӳлхуҫамӑр тетӗр, тӗрӗс калатӑр: Эпӗ чӑнах та Ҫавӑ.</verse>
				<verse number="14">Эхер те Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫӑр, Вӗрентекенӗр — сирӗн урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла.</verse>
				<verse number="15">Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе, Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм.</verse>
				<verse number="16">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар.</verse>
				<verse number="17">Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ.</verse>
				<verse number="18">Сирӗн ҫинчен пурсӑр ҫинчен те каламастӑп: Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ӗнтӗ Ҫырура: «Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекен Мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ» тесе ҫырни пурӑнӑҫа килтӗр.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑ пулса иртнӗ чухне эсир Эпӗ кам пулнине пӗлччӗр тесе, сире Эпӗ ҫавӑ пуличченнех, халех каласа паратӑп.</verse>
				<verse number="20">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ яракана хапӑл тӑвакан Мана хапӑл тӑвать, Мана хапӑл тӑвакан Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫакна каласан Иисусӑн чун-чӗри пӑлханса кайнӑ, Вӑл вара тӳрех каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем, Вӑл кам ҫинчен каланине пӗлмесӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илнӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, Вӑл юратни, Унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ларнӑ.</verse>
				<verse number="24">Симон Петр, Иисус кам ҫинчен каланине ыйтса пӗл-ха тесе, ӑна аллипе паллӑсем туса кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="25">Лешӗ вара Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: Ҫӳлхуҫамӑр! кам вӑл? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ, тенӗ. Вара ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫав татӑка илнӗ хыҫҫӑн Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ. Вара Иисус каланӑ ӑна: мӗн тумаллине хӑвӑртрах ту, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӑл ӑна мӗншӗн ҫапла каланине унта ларакансенчен пӗри те ӑнласа илеймен.</verse>
				<verse number="29">Иудӑра укҫа арчи пулнӑ, ҫавӑнпа хӑшӗсем Иисус ӑна хамӑр валли уява мӗн кирлине илме хушать пулӗ е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать пулӗ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="30">Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ; ун чухне ҫӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="31">Иуда тухса кайсан Иисус каланӑ: || паян Этем Ывӑлӗ мухтава тухрӗ, Ун урлӑ Турӑ та мухтава тухрӗ.</verse>
				<verse number="32">Турӑ Ун урлӑ мухтава тухрӗ пулсассӑн, Турӑ та Ӑна Хӑй урлӑ мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ Ӑна.</verse>
				<verse number="33">Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пӗрле пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр, халӗ Эпӗ сире иудейсене каланинех калатӑп: эсир Эпӗ каякан ҫӗре ҫитеймӗр.</verse>
				<verse number="34">Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр.</verse>
				<verse number="35">Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Симон Петр Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каятӑн? тет. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ Ман хыҫҫӑн пыраймӑн, каярахпа Ман хыҫҫӑн пырӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Петр каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! мӗншӗн-ха эпӗ Сан хыҫҫӑн халӗ пыраймастӑп? эпӗ Саншӑн чунӑма та парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Маншӑн чунна парӑн-и? чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр; Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр.</verse>
				<verse number="2">Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Апла пулмасан: «Эпӗ сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп» тенӗ пулӑттӑм-и?</verse>
				<verse number="3">Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех килӗп те, Хам ӑҫта, эсир те ҫавӑнта пулччӑр тесе, сире Хам патӑма илӗп.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ ӑҫта каяссине эсир пӗлетӗр, ҫулне те пӗлетӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Фома каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр; ҫулне те мӗнле пӗлер-ха эпир? тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Иисус каланӑ ӑна: Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ.</verse>
				<verse number="7">Эсир Мана пӗлнӗ пулсан, Манӑн Аттене те пӗлӗттӗр. Паянтан вара эсир Ӑна пӗлетӗр, куртӑр та Ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Филипп каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! пире Аҫуна кӑтарт та, ҫитӗ вара пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иисус каланӑ ӑна: Филипп, Эпӗ мӗн вӑхӑт хушши сирӗнпе пӗрле, эсӗ ҫапах Мана пӗлместӗн-и? Мана куракан Аттене те курнӑ; епле-ха эсӗ: «Аҫуна кӑтарт пире» тетӗн?</verse>
				<verse number="10">Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра, эсӗ ҫакна ӗненместӗн-им? || Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламастӑп; ӗҫсене Манра пурӑнакан Аттем Хӑй тӑвать.</verse>
				<verse number="11">Ӗненӗр Мана: Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра; каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене кура ӗненӗр Мана.</verse>
				<verse number="12">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен Эпӗ тӑвакан ӗҫсене те тӑвӗ, вӗсенчен те ытларах тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Аттем патне каятӑп.</verse>
				<verse number="13">Эсир Ман ятӑмпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, Аттем Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухтӑр тесе, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп.</verse>
				<verse number="14">Эсир Манран Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп.</verse>
				<verse number="15">Мана юрататӑр пулсан, Манӑн ӳкӗтсене уяса пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн пата тепӗр Лӑплантаракана ярӗ, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех сирӗнпе пӗрле пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, тӗнче Ӑна йышӑнма пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ӑна курмасть, пӗлмест те Ӑна; эсир Ӑна пӗлетӗр: Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнте пулӗ.</verse>
				<verse number="18">Сире тӑлӑха хӑвармӑп; сирӗн пата килӗп.</verse>
				<verse number="19">Вӑхӑт нумаях юлмарӗ, тӗнче Мана урӑх курмӗ ӗнтӗ; эсир вара Мана куратӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пурӑнатӑп, апла эсир те пурӑнатӑр.</verse>
				<verse number="20">Ҫав кун эсир Эпӗ Аттем ӑшӗнчине, хӑвӑр Ман ӑшӑмрине, Эпӗ те сирӗн ӑшӑртине пӗлӗр вара.</verse>
				<verse number="21">Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ; ӑна Эпӗ те юратӑп, ӑна Хамах курӑнӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Иуда, — Искариот мар, урӑххи, — калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! мӗнле-ха апла Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире анчах кӑтартасшӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ; Эпир вара ун патне пырӑпӑр та ун патӗнче пурӑнӑпӑр.</verse>
				<verse number="24">Мана юратманни Манӑн сӑмахӑмсене пурӑнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах — Манӑн мар, Мана Яракан Аттемӗн.</verse>
				<verse number="25">Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухне каларӑм.</verse>
				<verse number="26">Аттем Ман ятӑмпа Ярасси — Лӑплантараканӗ, Таса Сывлӑш — сире пӗтӗмпе вӗрентсе ҫитерӗ, Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине пӗтӗмпе астутарӗ.</verse>
				<verse number="27">Канӑҫлӑх парса хӑваратӑп сире, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп, Эпӗ тӗнче панӑ пек памастӑп сире. || Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр, ан хӑраччӑр.</verse>
				<verse number="28">Эпӗ хӑвӑра: «сирӗн патӑртан каятӑп, анчах сирӗн пата килетӗп» тенине илтрӗр эсир. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ: «Аттем патне каятӑп» тенӗшӗн эсир савӑнӑттӑр, мӗншӗн тесессӗн Аттем Манран аслӑ.</verse>
				<verse number="29">Акӑ ӗнтӗ Эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен вӑл пулса иртичченех, ҫавӑ килсе ҫитсен эсир ҫирӗп ӗненӗр тесе, малтанах каласа патӑм.</verse>
				<verse number="30">Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ: ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ килет, Манра ун валли нимӗн те ҫук.</verse>
				<verse number="31">Тӗнчен ҫакна пӗлмелле: Эпӗ Аттеме юрататӑп, ҫавӑнпа пурне те Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп. Тӑрӑр, каяр кунтан, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Эпӗ — чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара — иҫӗм пахчийӗн хуҫи.</verse>
				<verse number="2">Ҫырли пулман туратӑма Вӑл кирек хӑшне те касса пӑрахать; ҫырли пулаканнине кирек хӑшне те, ҫимӗҫӗ тата нумайтарах пултӑр тесе, тасатсах тӑрать.</verse>
				<verse number="3">Эсир ӗнтӗ Эпӗ хӑвӑра вӗрентсе каланӑ сӑмахпа тасалтӑр.</verse>
				<verse number="4">Эсир Манра пулӑр, Эпӗ сирӗнте пулам. Турат хӑй авӑрӗ ҫинче пулмасан, хӑй тӗллӗн ҫырла ӳстереймест; Ман ӑшӑмра пулмасан, эсир те ҫавӑн пекех пулатӑр.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ — ҫырла авӑрӗ, эсир — турачӗсем; кам Ман ӑшӑмра, Эпӗ те ун ӑшӗнче тӑратӑп, вӑл нумай ҫимӗҫ кӳрет: Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр;</verse>
				<verse number="6">Ман ӑшӑмра маррисем — касса пӑрахнӑ, типсе выртакан туратсем пек: вӗсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ;</verse>
				<verse number="7">эсир Ман ӑшӑмра пулсан, Ман сӑмахӑмсем сирӗн ӑшӑрта пулсан, мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ҫавӑ пулӗ сире.</verse>
				<verse number="8">Нумай ҫимӗҫ кӳнипе, Манӑн вӗренекенӗмсем пулнипе эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ сире Хама Аттем юратнӑ пек юратрӑм; эсир вара Эпӗ юратнӑ пек юратӑр.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ Аттем хушнине туса тӑтӑм, ҫавӑнпа Аттем юратса тӑрать Мана; эсир Эпӗ хушнине туса тӑрсан, Эпӗ те юратса тӑрӑп сире.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ ҫакна Хамӑн савӑнӑҫӑм сире те пултӑр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе каларӑм.</verse>
				<verse number="12">Акӑ Манӑн ӳкӗтӗм: эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр;</verse>
				<verse number="13">хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ сире чура теместӗп ӗнтӗ: чура вӑл хуҫи мӗн тунине пӗлмест; Эпӗ сире Хам Аттемрен мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп.</verse>
				<verse number="16">Мана эсир суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм: сире тӗнчене яма, ҫимӗҫ, ӗмӗрлӗх ҫимӗҫ, кӳччӗр тесе тата эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире ҫавна патӑрччӗ тесе суйласа илтӗм.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ сире ҫакна тума хушатӑп: пӗр-пӗрне юратӑр.</verse>
				<verse number="18">Пӗлсе тӑрӑр: тӗнче сире кураймасть пулсан, Мана вӑл сире курайми пуличченех курайми пулчӗ.</verse>
				<verse number="19">Эсир тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче хӑйӗнне хӑй юратӗччӗ; эсир — тӗнченӗн мар, сире Эпӗ тӗнчерен суйласа илтӗм, тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ сире «чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар» тесе каланӑ сӑмаха астуса тӑрӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ; Манӑн сӑмахӑма итлерӗҫ пулсан, сирӗнне те итлӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Сире ҫапла Ман ятӑм пирки хӗсӗрлӗҫ: вӗсем Мана Яракана пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ килмен пулсан, вӗсене каламан пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ; халӗ ӗнтӗ вӗсенӗн, ҫылӑхлӑскерсенӗн, хӑйсене тӳрре кӑларма май ҫук.</verse>
				<verse number="23">Мана курайман ҫын Манӑн Аттеме те кураймасть.</verse>
				<verse number="24">Эпӗ вӗсем хушшинче урӑх никам та туман ӗҫсем туса кӑтартман пулсан, вӗсем ҫылӑхлӑ пулмӗччӗҫ; халӗ вӗсем ҫав ӗҫсене курчӗҫ, ҫапах Мана та, Манӑн Аттеме те кураймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ вӗсен саккунӗнче: «Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ» тесе ҫырни ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="26">Эпӗ сирӗн патӑра Аттем патӗнчен ярас Лӑплантаракан — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, Атте патӗнчен тухаканскер — килсессӗн, Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗ.</verse>
				<verse number="27">Эсир те пӗлтерсе тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Ҫакна Эпӗ сире ан улталанччӑр тесе каларӑм.</verse>
				<verse number="2">Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ; || ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, сире вӗлерекен кирек кам та Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватӑп тесе шухӑшлӗ;</verse>
				<verse number="3">вӗсем Аттене те, Мана та пӗлменрен ҫапла тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Ҫакна Эпӗ сире, ҫав вӑхӑт ҫитсен Эпӗ хӑвӑра ун ҫинчен каланине астуса илччӗр тесе, каларӑм; Хам сирӗнпе пӗрле пулнӑран малтан сире каламарӑм ун ҫинчен.</verse>
				<verse number="5">Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама Яракан патне каятӑп, сирӗнтен пӗри те Манран: ӑҫта каятӑн? тесе ыйтмасть.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ сире ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкрӗр.</verse>
				<verse number="7">Анчах Эпӗ сире чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сирӗншӗн лайӑхрах пулӗ; Эпӗ каймасан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ; кайсассӑн — Эпӗ Ӑна сирӗн патӑра ярӑп.</verse>
				<verse number="8">Вӑл килӗ те тӗнче ҫылӑх ҫинчен, тӳрӗлӗх ҫинчен, сут ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса парӗ:</verse>
				<verse number="9">ҫылӑх ҫакӑ — Мана ӗненмеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="10">тӳрӗлӗх ҫакӑ — Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх курас ҫук;</verse>
				<verse number="11">сут ҫакӑ — ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ айӑпа юлнӑ.</verse>
				<verse number="12">Манӑн сире каласси тата та нумай, анчах эсир халӗ шӑнӑҫтарас ҫук;</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑ, Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, килсессӗн, сире пур тӗрлӗ чӑнлӑха та пӗлтерӗ: Вӑл Хӑй тӗлӗшшӗн каламӗ, мӗн илтнине калӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтерӗ сире.</verse>
				<verse number="14">Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, ҫапла Мана мухтава кӑларӗ;</verse>
				<verse number="15">Аттемӗн мӗн пурри пурте Манӑн; ҫавӑнпа Эпӗ: Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, терӗм.</verse>
				<verse number="16">Кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр: Эпӗ Аттем патне каятӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне Унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тесе, мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл пире? тата: «Эпӗ Аттем патне каятӑп» тет, ку мӗне пӗлтерет-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем тата каланӑ: «кӑштахран» тесе мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл? темӗн калать — эпир ӑнланмастпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем Хӑйӗнчен мӗн ыйтассине пӗлсе, Иисус каланӑ вӗсене: эсир пӗр-пӗринпе Эпӗ сире «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тени ҫинчен калаҫатӑр-и?</verse>
				<verse number="20">Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗн ӗсӗклесе йӗмелле, уласа макӑрмалла пулӗ, тӗнче вара савӑнӗ; эсир хуйха ӳкӗр, анчах сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫа тухӗ;</verse>
				<verse number="21">ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсен хӗрарӑм тертленет; ачине ҫуратсан, тӗнчене ҫын ҫуралнӑшӑн савӑнса, хӑй тертленнине астумасть те.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑн пек эсир те халӗ хуйхӑллӑ; анчах Эпӗ сире каллех курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнса кайӗҫ, сирӗн савӑнӑҫӑра сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр; || чӑн-чӑнах калатӑп сире: Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ;</verse>
				<verse number="24">халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ; ыйтӑр — вара илетӗр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пулӗ.</verse>
				<verse number="25">Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм; ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: ун чухне сире ытарлӑн каламӑп, Аттем ҫинчен сире уҫҫӑн пӗлтерӗп.</verse>
				<verse number="26">Ҫав кун эсир Ман ятӑмпа ыйтӑр, сирӗншӗн Аттеме Хам тархаслӑп тесе каламастӑп:</verse>
				<verse number="27">эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать.</verse>
				<verse number="28">Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм; халӗ, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӗренекенӗсем каланӑ Ӑна: акӑ Эсӗ халӗ уҫҫӑн калатӑн, пӗрре те ытарлӑн каламастӑн.</verse>
				<verse number="30">Эпир халӗ куратпӑр ӗнтӗ: Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑратӑн, Сана Хӑвӑнтан ыйтни те кирлӗ мар; ҫавӑнпа ӗнтӗ Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: халӗ ӗненетӗр-и?</verse>
				<verse number="32">Акӑ ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет, ҫитрӗ те ӗнтӗ: эсир пурсӑр та кашнийӗ хӑй енне сапаланатӑр, Мана пӗчченех хӑваратӑр; анчах Эпӗ пӗччен мар, Манпа пӗрле Аттем.</verse>
				<verse number="33">Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑр валли канӑҫлӑх Манра тупчӑр тесе каларӑм. Тӗнчере сирӗн асап тӳсмелле пулӗ; ҫирӗп тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: эй Аттем! вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлна мухтава кӑлар, Ывӑлу та Сана мухтава кӑлартӑр.</verse>
				<verse number="2">Эсӗ пур этеме те Ун аллине панӑ, Хӑв панисене Вӑл пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе туса ҫитертӗм.</verse>
				<verse number="5">Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана Хӑвӑн патӑнта мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар.</verse>
				<verse number="6">Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ;</verse>
				<verse number="7">Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ:</verse>
				<verse number="8">Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ вӗсемшӗн йӑлӑнатӑп: пӗтӗм тӗнчешӗн йӑлӑнмастӑп, Мана Хӑв панисемшӗн йӑлӑнатӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Санӑн;</verse>
				<verse number="10">Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпе — Санӑн, Санӑнни — Манӑн; Эпӗ вӗсем урлӑ мухтава тухрӑм.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчере, Эпӗ Сан патна пыратӑп. Эй Святой Аттем! Эсӗ Мана панисене Хӑвӑн ятупа упрасам, вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере пулнӑ чухне вӗсене Санӑн ятупа упрарӑм; Ху Мана панисене Эпӗ сыхласа хӑвартӑм, пӗтес ывӑлсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те пӗтмерӗ. Ҫапла Ҫырури сӑмах вырӑна килчӗ.</verse>
				<verse number="13">Халӗ ӗнтӗ Сан патна пыратӑп: вӗсен ӑшӗнче Манӑн савӑнӑҫӑм тулли пултӑр тесе, ҫакна Эпӗ тӗнчере чухне калатӑп.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ вӗсене Санӑн сӑмахна каласа патӑм, тӗнче вӗсене курайми пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар.</verse>
				<verse number="15">Вӗсене тӗнчерен ил тесе йӑлӑнмастӑп, усал-тӗселтен сыхласа тӑр тесе йӑлӑнатӑп.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар.</verse>
				<verse number="17">Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа тасат: Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх.</verse>
				<verse number="18">Эсӗ Мана тӗнчене янӑ пек, Эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм;</verse>
				<verse number="19">вӗсем те чӑнлӑхпа тасалччӑр тесе, вӗсемшӗн Эпӗ Хама паратӑп.</verse>
				<verse number="20">Вӗсемшӗн анчах йӑлӑнмастӑп, вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекенсемшӗн те йӑлӑнатӑп,</verse>
				<verse number="21">пурте пӗр пулччӑр: эй Аттем! Эсӗ — Ман ӑшӑмра, Эпӗ Сан ӑшӑнта пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗн ӑшра пӗр пулччӑр — Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр.</verse>
				<verse number="22">Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, Эсӗ Мана панӑ мухтава вӗсене патӑм.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ — вӗсен ӑшӗнче, Эсӗ — Ман ӑшӑмра; вӗсем те пӗр-пӗтӗм пулччӑр; Мана Эсӗ янине, Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр.</verse>
				<verse number="24">Эй Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрле пулччӑр, Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава курччӑр.</verse>
				<verse number="25">Эй тӳрӗ Аттемӗм! тӗнче Сана пӗлмерӗ; Эпӗ пӗлтӗм Сана, вӗсем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ;</verse>
				<verse number="26">Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Ҫакна каласан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон юхӑмӗн тепӗр енне кайнӑ; унта йывӑҫ пахчи пулнӑ; Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем ҫав пахчана кӗнӗ.</verse>
				<verse number="2">Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем унта тӑтӑшах пыркаланӑ, ҫавӑнпа вӑл вырӑна Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫапла ӗнтӗ Иуда, пӗр ушкӑн салтак тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе, унта хунарсемпе, ҫутаткӑҫсемпе, хӗҫсемпе пырса ҫитет.</verse>
				<verse number="4">Иисус Хӑйӗнпе мӗн пуласса пӗтӗмпе пӗлсе вӗсем патне тухнӑ та: кама шыратӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӑна ҫапла хуравланӑ: Назарет Иисусне, тенӗ. Иисус калать вӗсене: Вӑл Эпӗ, тет. Ӑна тытса паракан Иуда та вӗсемпе пӗрле тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Иисус «Вӑл Эпӗ» тесенех, вӗсем каялла чакса ҫӗре ӳксе пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл вӗсенчен каллех: кама шыратӑр? тесе ыйтнӑ. Лешӗсем: Назарет Иисусне, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иисус ҫапла хуравланӑ: Эпӗ сире «Вӑл Эпӗ» тесе каларӑм-ҫке; Мана шыратӑр пулсассӑн вӗсене ан тивӗр, кайччӑр вӗсем, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫапла ӗнтӗ, Вӑл «Эсӗ Мана панисенчен Эпӗ пӗрне те пӗтермерӗм» тенӗ сӑмах вырӑна килнӗ.</verse>
				<verse number="10">Петр теекен Симонӑн хӗҫ пулнӑ; вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ; ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Иисус Петра каланӑ: хӗҫне йӗннине чиксе хур; Аттем панӑ куркана Манӑн епле ӗҫес мар? тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара салтаксем, пинпӳсем тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ӑна малтан Анна патне, Каиафа хуньӑшӗ патне, илсе пынӑ, лешӗ ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Шӑпах ҫав Каиафа ӗнтӗ иудейсене «халӑхшӑн пӗр ҫын пӗтни аванрах пулӗ» тесе канаш панӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Иисус хыҫӗнчен Симон Петрпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ; ҫав вӗренекен аслӑ священникӑн пӗлӗшӗ пулнӑ, вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗнӗ;</verse>
				<verse number="16">Петр вара тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑнӑ. Унтан аслӑ священник паллакан вӗренекен тухнӑ та, хапха хураллакан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та илсе кӗнӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑн чухне хапха хураллакан хӗрарӑм чура Петра калать: эсӗ те ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и? тет. Вӑл: ҫук, тет.</verse>
				<verse number="18">Ун чухне сивӗ пулнӑ, чурасемпе тарҫӑсем вут хурса ун тавра ӑшӑнса тӑнӑ; Петр та вӗсемпе пӗрле ӑшӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен тата Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="20">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ тӗнчене уҫҫӑн каларӑм; Эпӗ кирек хӑҫан та иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑпа Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентрӗм, вӑрттӑн нимӗн те каламан.</verse>
				<verse number="21">Мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине илтнисенчен ыйт — вӗсем Эпӗ мӗн каланине пӗлеҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл ҫапла каласан, ҫавӑнта тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ лайӑх мар каларӑм пулсан, мӗн лайӑх маррине кӑтартса пар, аван каларӑм пулсан, эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн? тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, аслӑ священник Каиафа патне янӑ.</verse>
				<verse number="25">Симон Петр ҫаплах ӑшӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне каланӑ ӑна: эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха? тенӗ. Вӑл туннӑ: ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хӑлхине Петр касса татнин хурӑнташӗ, ҫапла калать: эпӗ хам сана Унпа пӗрле пахчара курмарӑм-и вара? тет.</verse>
				<verse number="27">Петр каллех туннӑ; ҫав самантра автан авӑтса янӑ.</verse>
				<verse number="28">Каиафа патӗнчен Иисуса преторие илсе кайнӑ. Ку ӗҫ ирхине пулнӑ; ирсӗрленес мар тесе, иудейсем преторие кӗмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсен пасха ҫимелле пулнӑ.</verse>
				<verse number="29">Ҫавӑнпа Пилат вӗсем патне хӑй тухнӑ та: эсир Ку Ҫынна мӗн тӗлӗшпе айӑплатӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Вӗсем ӑна хуравласа каланӑ: Вӑл усал ҫын пулмасан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Пилат хуравласа каланӑ вӗсене: эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа сут тӑвӑр, тенӗ. Иудейсем каланӑ ӑна: пире никама та вӗлерме ирӗк паман, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫавӑн чухне Пилат каллех преторие кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ ҫапла хӑвӑн сӑмахна калатӑн-и е сана Ман ҫинчен ыттисем каласа пачӗҫ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Пилат хуравласа каланӑ: эпӗ иудей-им? Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священниксем ман алла тытса пачӗҫ; Эсӗ мӗн тунӑ? тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар; Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен пулсан, Манӑн ҫыннӑмсем Мана иудейсен аллине парас мар тесе хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ; анчах Манӑн Патшалӑхӑм кунтан мар, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Пилат Ӑна: ҫавах та Эсӗ Патшах-и? тенӗ. Иисус хуравласа каланӑ: эсӗ хӑв Мана Патша тетӗн; Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ; чӑнлӑхшӑн пулсассӑн кирек кам та Ман сасса итлет, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Пилат Ӑна: чӑнлӑх мӗн вӑл? тенӗ. Ҫакна каласан хӑй каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ вӗсене: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп;</verse>
				<verse number="39">сирӗн Пасха умӗн мана пӗрне кӑларттарса ямалли йӑла пур, эсир Иудея Патшине кӑларттарасшӑн мар-и? эпӗ кӑларса ярӑп Ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Вара пурте каллех: Ӑна мар, Вараввӑна! тесе кӑшкӑрса янӑ. Варавва теекенӗ вӑрӑ-хурах пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Пилат вара Иисуса илсе кайса хӗнеме хушнӑ.</verse>
				<verse number="2">Салтаксем йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса Иисус пуҫне тӑхӑнтартнӑ, ҫине хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнтартнӑ,</verse>
				<verse number="3">сывӑ пултӑр Иудея Патши! тесе Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа янӑ.</verse>
				<verse number="4">Пилат тата тепӗр хут тухса каланӑ вӗсене: акӑ эпӗ сире пӗлтермешкӗн Ӑна сирӗн патӑра илсе тухатӑп: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Иисус вара йӗплӗ пуҫкӑшӑльпех, хӗрхӗлтӗм тумтирпех тухнӑ. Пилат вӗсене: акӑ ҫавӑ Ҫын! тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Иисуса курсассӑн: || пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар! тесе кӑшкӑрса янӑ. Пилат вӗсене калать: тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр: эпӗ Унра айӑп курмастӑп, тет.</verse>
				<verse number="7">Иудейсем ӑна хуравласа каланӑ: пирӗн саккун пур, пирӗн саккун тӑрӑх, Ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ вырӑнне хурать, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат тата ытларах хӑраса ӳкнӗ,</verse>
				<verse number="9">вӑл каллех преторие кӗнӗ те Иисуса каланӑ: Эсӗ ӑҫтан? тенӗ. Иисус нимӗн те каламан.</verse>
				<verse number="10">Пилат Ӑна калать: Эсӗ мана хуравламастӑн-и? пӗлместӗн-им: манӑн Сана пӑталаттарма та ирӗкӗм пур, кӑларса яма та ирӗкӗм пур, тет.</verse>
				<verse number="11">Иисус хуравласа каланӑ: сана ҫӳлтен паман пулсан, Ман тӗлӗшӗмрен санӑн нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ; ҫавӑнпа Мана санӑн аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакӑн хыҫҫӑн Пилат Иисуса ирӗке яма тӑрӑшнӑ. Иудейсем вара ҫапла кӑшкӑрнӑ: Ӑна ирӗке ярсан, эсӗ кесарӗн тусӗ мар вара, хӑйне хӑй патша вырӑнне хуракан кирек кам та кесарӗн тӑшманӗ вӑл, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса илсе тухма хушнӑ, хӑй Лифостротон теекен вырӑна, — еврейла Гаввафа, — сут тӑвакан вырӑна, ларнӑ.</verse>
				<verse number="14">Ун чухне Пасха умӗнхи эрнекун, улттӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ. Пилат иудейсене каланӑ: акӑ сирӗн Патшӑр! тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Лешӗсем: пӗттӗр, пӗттӗр, пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрса янӑ. Пилат калать вӗсене: сирӗн Патшӑра пӑталаттарас-и манӑн? тет. Аслӑ священниксем хуравласа каланӑ: кесарьсӗр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне вара Пилат Ӑна хӗрес ҫумне пӑталама вӗсен аллине панӑ. Иисуса илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе Пуҫ тӳпи теекен вырӑна (еврейла Голгофа) ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="18">Ӑна ҫавӑнта хӗрес ҫумне пӑталанӑ; Унпа пӗрле тата икӗ ҫынна пӑталанӑ: пӗрне — пӗр енне, тепӗрне — тепӗр енне; Иисус вара варринче пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Пилат хӑма татӑкӗ ҫине «Назарет Иисусӗ, Иудея Патши» тесе ҫыртарнӑ та ҫавна хӗрес ҫумне ҫапса хунӑ.</verse>
				<verse number="20">Иисуса пӑталанӑ вырӑн хуларан инҫе пулман, ҫавӑнпа мӗн ҫырнине иудейсем нумайӑшӗ вуланӑ; ӑна еврейла, грекла, латинла ҫырнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата каланӑ: «Иудея Патши» тесе ан ҫыртар, «Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ» тесе ҫыртар, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Пилат ҫапла хуравланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫаплах пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисуса хӗрес ҫумне пӑталасан, салтаксем Унӑн тумтирне илсе кашни валли пӗрер пай туса тӑватӑ пая уйӑрнӑ, хитонне те илнӗ; хитонӗ ҫӗлесе тунӑскер пулман, ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа вӗсем каланӑ пӗр-пӗрне: ӑна ҫурас мар, уншӑн шӑпа ярас — кама тухӗ, тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Ҫырура калани — «Манӑн тумтирӗме хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, тумтирӗмшӗн шӑпа сиктерчӗҫ» — тени вырӑна килнӗ. Салтаксем шӑпах ҫапла тунӑ.</verse>
				<verse number="25">Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ Клеопа Марийӗ тата Мария Магдалина тӑнӑ.</verse>
				<verse number="26">Иисус, Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан Хӑйӗн юратнӑ вӗренекенне курсассӑн, Амӑшне каланӑ: Анне! акӑ Санӑн ывӑлу, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Унтан вӗренекенне калать: акӑ санӑн Аннӳ! тет. Ҫав вӑхӑтран вара ҫакӑ вӗренекенӗ Ӑна хӑй патне илнӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус, ӗнтӗ пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура каланине пурӑнӑҫласа, ҫапла калать: ӑшӑм хыпрӗ, тет.</verse>
				<verse number="29">Ҫавӑнта сӗрхе тултарнӑ савӑт ларнӑ. Салтаксем сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна иссоп турачӗ вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="30">Сӗрхе тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: пулса ҫитрӗ! тенӗ. Унтан пуҫне уснӑ та — юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.</verse>
				<verse number="31">Ун чухне эрнекун пулнӑ, ҫавӑнпа та иудейсем, вилесене хӗрес ҫинче шӑматкуна хӑварас мар тесе (ҫав шӑматкун аслӑ кун пулнӑ), Пилатран вӗсен ури тунисене ҫапса ватса вӗсене хӗрес ҫинчен антарма ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="32">Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ватнӑ;</verse>
				<verse number="33">Иисус патне пырсан, Вӑл вилнине курса, Унӑн ури тунисене ватман,</verse>
				<verse number="34">анчах пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ.</verse>
				<verse number="35">Ҫакна хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ каласа кӑтартать, вӑл калани чӑн; сире ӗнентересшӗн хӑй чӑннине каланине вӑл пӗлет.</verse>
				<verse number="36">Ҫак ӗҫ пулса иртсе, Ҫырура «Унӑн шӑмми ванмӗ» тесе ҫырни ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫырура тата тепӗр тӗлте «хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Каярахпа Аримафея ҫынни Иосиф (вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ, анчах иудейсенчен хӑранипе ҫакна палӑртман) Пилатран Иисус Ӳтне илме ирӗк ыйтнӑ; Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вӑл вара кайнӑ та Иисус Ӳтне илнӗ.</verse>
				<verse number="39">Тата Никодим та — пӗрремӗш хут Иисус патне ҫӗрле пынӑскер — пынӑ, вӑл смирнӑпа алоэ хутӑштарса тунӑ ҫӗр литрӑна яхӑн ҫу илсе килнӗ.</verse>
				<verse number="40">Ҫапла вара вӗсем Иисус Ӳтне илнӗ те, иудейсен пытаракан йӑлипе, ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрсе пирпе чӗркенӗ.</verse>
				<verse number="41">Иисуса пӑталанӑ вырӑнта йывӑҫ пахчи пулнӑ; ҫав пахчара ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ, унччен унта никама та пытарман пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="42">Иудейсенӗн эрнекунне пула тата тупӑклӑхӗ ҫывӑхрах пулнӑран Иисуса ҫавӑнта пытарнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирхине ирех, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, Мария Магдалина тупӑклӑх патне пырать те — курах каять: тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл вара чупса каять те Симон Петр патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекенӗ патне ҫитсе калать вӗсене: Ҫӳлхуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, Ӑна ӑҫта хунине пӗлместпӗр, тет.</verse>
				<verse number="3">Петрпа тепӗр вӗренекен ҫийӗнчех тухнӑ та тупӑклӑх патне кайнӑ;</verse>
				<verse number="4">вӗсем иккӗшӗ те пӗрле чупса кайнӑ, анчах леш вӗренекенӗ Петртан хытӑрах чупса тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл пӗшкӗнсе пӑхать те пир выртнине курать, анчах тупӑклӑха кӗмест.</verse>
				<verse number="6">Ун хыҫҫӑн Симон Петр та ҫитет, вӑл тупӑклӑха кӗрет те унта пир</verse>
				<verse number="7">тата Иисусӑн пуҫне чӗркенӗ тутӑр выртнине курать; хутлатса хунӑ тутӑрӗ урӑх ҫӗрте, пирӗнчен уйрӑм, выртнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вара тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекенӗ те шала кӗнӗ, вӑл курнӑ та — ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="9">Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Ҫырура каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха.</verse>
				<verse number="10">Вӗренекенӗсем ӗнтӗ каллех хӑйсем патне таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="11">Мария вара тупӑклӑх умӗнче йӗрсе тӑнӑ; йӗнӗ чухне вӑл тупӑклӑха пӗшкӗнсе пӑхнӑ та</verse>
				<verse number="12">шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курах каять: пӗри Иисус Ӳчӗ выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепӗри ура вӗҫӗнче ларнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем калаҫҫӗ ӑна: хӗрарӑм! мӗншӗн йӗретӗн эсӗ? теҫҫӗ. Вӑл калать вӗсене: манӑн Ҫӳлхуҫамӑма илсе кайнӑ, Ӑна ӑҫта хунине пӗлместӗп, тет.</verse>
				<verse number="14">Ҫакна каласан вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхать те Иисус тӑнине курать; анчах вӑл Иисуса паллайман.</verse>
				<verse number="15">Иисус калать ӑна: эй хӗрарӑм! мӗншӗн йӗретӗн? кама шыратӑн? тет. Мария ку пахчаҫӑ пулӗ тесе шутланӑ та калать Ӑна: эй ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ илнӗ пулсан, ӑҫта хутӑн, каласамччӗ мана, эпӗ илсе каям Ӑна, тет.</verse>
				<verse number="16">Иисус ӑна: Мария! тет. Мария ҫаврӑнса пӑхать те Ӑна: Раввуни?! тет (ку «Вӗрентекен!» тени пулать).</verse>
				<verse number="17">Иисус калать ӑна: Ман ҫумма ан сӗртӗн — Эпӗ Аттем патне ҫӗкленмен-ха; эсӗ Манӑн тӑванӑмсем патне кайса кала: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне, Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп, тет.</verse>
				<verse number="18">Мария Магдалина каять те хӑй Ҫӳлхуҫана курни ҫинчен, Вӑл хӑйне мӗн калани ҫинчен вӗренекенсене каласа кӑтартать.</verse>
				<verse number="19">Ҫав эрненӗн малтанхи кунӗнчех каҫпала, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑраса хӑйсем пухӑннӑ пӳртӗн алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, Иисус вӗсен варрине пырса тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тет.</verse>
				<verse number="20">Ҫакна каласан Вӑл вӗсене Хӑйӗн аллине тата аякне кӑтартнӑ. Ҫӳлхуҫана курсассӑн вӗренекенӗсем питӗ савӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Иисус вӗсене тепӗр хут каланӑ: канӑҫлӑх пултӑр сире! Хама Аттем янӑ пек, Эпӗ те сире ҫапла яратӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫакна каласан Вӑл вӗсем ҫине вӗрнӗ те каланӑ: Таса Сывлӑша илӗр.</verse>
				<verse number="23">Камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнмӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Йӗкӗреш теекен Фома, Иисус пынӑ чухне унта вӗсемпе пӗрле пулман.</verse>
				<verse number="25">Ытти вӗренекенӗсем ӑна: эпир Ҫӳлхуҫана куртӑмӑр, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: пӑталанипе пулнӑ Унӑн аллинчи суранӗсене курмасӑр, пӑталанипе пулнӑ суранӗсене пӳрнемпе тӗкӗнсе пӑхмасӑр, Унӑн аякне аллӑмпа хыпаласа пӑхмасӑр эпӗ ӗненессӗм ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ, вӗсемпе пӗрле Фома та пулнӑ. Алӑкне питӗрнӗ пулин те, Иисус вӗсен варрине пырса тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Унтан Фомана ҫапла калать: пӳрнӳне тӑс-ха кунталла — Манӑн аллӑмсене кур; аллуна тӑс-ха — Ман аякӑма хыпаласа пӑх; ӗненменни ан пул, ӗненекенни пул, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Фома Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм, Туррӑм! тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Иисус калать ӑна: эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн; курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ, тет.</verse>
				<verse number="30">Хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче Иисус тата урӑх хӑватсем те нумай тунӑ, анчах вӗсем ҫинчен ҫак кӗнекере ҫырман;</verse>
				<verse number="31">ҫакна сире Иисус Турӑ Ывӑлӗ Христос иккенне ӗнентересшӗн, ӗненсе, Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене тата Тивериада тинӗсӗ патӗнче курӑннӑ. Вӑл акӑ ҫапла курӑннӑ:</verse>
				<verse number="2">Симон Петр, Йӗкӗреш теекен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата тепӗр икӗ вӗренекен пӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Симон Петр калать вӗсене: эпӗ пулӑ тытма каятӑп, тет. Ыттисем ӑна: эпир те санпа пӗрле пыратпӑр, теҫҫӗ. Кайнӑ та ҫитсенех кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, анчах ҫав каҫ вӗсем нимӗн те тытайман.</verse>
				<verse number="4">Тул ҫутӑлсан Иисус ҫыран хӗрринче тӑнӑ, анчах та вӗренекенӗсем Ӑна паллайман.</verse>
				<verse number="5">Иисус калать вӗсене: ачасем! сирӗн мӗн те пулин ҫимелли пур-и? тет. Вӗсем Ӑна: ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл каланӑ вӗсене: тетелӗре кимӗрен сылтӑм енне карӑр-ха, вара тытатӑр, тенӗ. Вӗсем тетелне карнӑ та пулӑ нумай кӗнипе ӑна туртса та кӑларайман.</verse>
				<verse number="7">Вара Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ Петра калать: ку — Ҫӳлхуҫа, тет. Симон Петр, «ку — Ҫӳлхуҫа» тенине илтсен, тумтирне пилӗкӗ тавра ҫыхнӑ та (вӑл ун чухне ҫарамас пулнӑ) тинӗсе сикнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ытти вӗренекенӗсем кимӗпе ишсе пулӑ тулнӑ тетеле сӗтӗрсе пынӑ — вӗсем ҫырантан аякра пулман, унта ҫитме пӗр икҫӗр чике ҫеҫ пулнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫыран хӗррине тухсан вӗсем кӑвайт ҫуннине тата вут-кӑвар ҫинче пулӑ выртнине курнӑ, унта ҫӑкӑр та пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Иисус калать вӗсене: халӗ тытнӑ пуллӑра илсе килӗр, тет.</verse>
				<verse number="11">Симон Петр кайнӑ та шултӑра пулӑ кӗрсе тулнӑ тетеле ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларнӑ; унта ҫӗр аллӑ виҫӗ пулӑ пулнӑ; ҫав тӗрлӗ нумай пулӑпа та тетелли ҫурӑлман.</verse>
				<verse number="12">Иисус вӗсене: килӗр, ҫийӗр, тет. Вӗренекенӗсем Вӑл Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлсе, пӗри те Унран: Эсӗ кам? тесе ыйтма хӑяйман.</verse>
				<verse number="13">Иисус пырать те ҫӑкӑр илсе вӗсене валеҫсе парать, пуллине те ҫаплах парать.</verse>
				<verse number="14">Ку ӗнтӗ Иисус вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑрсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑнни пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем апат ҫинӗ хыҫҫӑн Иисус Петр текен Симона калать: Иона Симонӗ! эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и? тет. Петр калать Ӑна: ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн, тет. Иисус калать ӑна: Манӑн путекӗмсене кӗт, тет.</verse>
				<verse number="16">Тата иккӗмӗш хут калать ӑна: Иона Симонӗ! эсӗ Мана юрататӑн-и? тет. Петр калать Ӑна: ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн, тет. Иисус калать ӑна: Манӑн сурӑхӑмсене кӗт, тет.</verse>
				<verse number="17">Ӗнтӗ ӑна виҫҫӗмӗш хут калать: Иона Симонӗ! эсӗ Мана юрататӑн-и? тет. Петр хӑйӗнчен «эсӗ Мана юрататӑн-и?» тесе виҫӗ хут ыйтнӑран хурланса каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ пурне те пӗлетӗн; Эсӗ эпӗ Хӑвна юратнине те пӗлетӗн, тенӗ. Иисус калать ӑна: Манӑн сурӑхӑмсене кӗт.</verse>
				<verse number="18">Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ пилӗкне ху ҫыхаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн; ватӑлсан, эсӗ аллусене ҫӗклӗн те, санӑн пилӗкне урӑххи ҫыхса каяссу килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ сана, тет.</verse>
				<verse number="19">Ҫакна Вӑл Петр мӗнле вилӗмпе вилсе Турра мухтава кӑларасса пӗлтерсе каланӑ. Ҫакна каласассӑн Вӑл ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.</verse>
				<verse number="20">Петр каялла ҫаврӑнса пӑхать те хӑй хыҫӗнчен Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ — аслӑ апат тунӑ каҫ Унӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе Унран: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! Сана кам тытса парӗ?» тесе ыйтаканни — пынине курать.</verse>
				<verse number="21">Ӑна курсан, Петр Иисуса калать: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӑна вара мӗн пулӗ? тет.</verse>
				<verse number="22">Иисус калать ӑна: Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ? эсӗ Ман хыҫҫӑн пыр, тет.</verse>
				<verse number="23">Вара вӗренекенӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ вилмест текен сӑмах сарӑлнӑ. Иисус ӑна «вӑл вилмест» тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе анчах каланӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫакӑн ҫинчен шӑпах ҫав вӗренекен каласа пӗлтерет, ҫакна вӑл ҫырнӑ; вӑл каласа пӗлтерни чӑн, эпир ӑна пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="25">Иисус тата урӑх ӗҫсем те нумай тунӑ; Вӑл мӗн тунине тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем тӗнчене те шӑнӑҫаяс ҫук тесе шухӑшлатӑп. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="44">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Эй Феофил, пӗрремӗш кӗнекемре сана эпӗ Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен, мӗне вӗрентни ҫинчен пуҫламӑшӗнченех тытӑнса, Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Таса Сывлӑш урлӑ малашне мӗн тумаллине хушса хӑварса, тӳпене ҫӗкленнӗ кун таранчченех ҫырса кӑтартнӑччӗ.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Хӑй асапланнӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗсене Хӑй чӗрӗ иккенне нумай тӗрлӗн кӑтартса панӑ, вӗсене хӗрӗх кун хушши курӑнса, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл вӗсене пӗрле пуҫтарнӑ та ҫапла хушса хӑварнӑ: Иерусалимран ан кайӑр, Аттем ярса пама пулнине кӗтсе тӑрӑр; ун ҫинчен эсир Манран илтнӗ ӗнтӗ:</verse>
				<verse number="5">Иоанн шыва кӗртнӗ, эсир вара темиҫе кун иртсенех Таса Сывлӑшпа тӗне кӗретӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӗрле пухӑнсассӑн вӗсем Унран ҫапла каласа ыйтнӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӗнӗ Израиль патшалӑхне Эсӗ ҫак вӑхӑтра никӗслесшӗн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл вӗсене каланӑ: Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртнӑ вӑхӑта е тапхӑра эсир пӗлме пултараймастӑр;</verse>
				<verse number="8">хӑвӑр ҫине Таса Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр те вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакна каласассӑн Вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫӗкленсе кайнӑ, Ӑна пӗлӗт хупласа илнӗ те, Вӑл вӗсене курӑнми пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл ҫӗкленсе кайнӑ вӑхӑтра, вӗсем тӳпенелле пӑхса тӑнӑ чухне, вӗсем патне сасартӑк шурӑ тумлӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ та</verse>
				<verse number="11">каланӑ: эй Галилея ҫыннисем, мӗншӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Ҫак хӑвӑр патӑртан тӳпене ҫӗкленсе кайнӑ Иисус килессе те ҫаплах, Вӑл тӳпене ҫӗкленсе кайнине хӑвӑр курнӑ пекех, килӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем вара Елеон теекен ту ҫинчен Иерусалима таврӑннӑ; ҫав ту — Иерусалим ҫывӑхӗнчех, шӑматкун каймалӑх ҫул чухлӗ ҫеҫ утмалла.</verse>
				<verse number="13">Унта таврӑнсассӑн вӗсем — Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот, Иаковпа пӗртӑван Иуда — хӑйсем тӑтӑшах пуҫтарӑнакан ҫӳлти пӳлӗме хӑпарнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем хӑш-пӗр хӗрарӑмсемпе, Иисус амӑшӗпе Марийӑпа тата Иисус тӑванӗсемпе пӗрле пӗр шухӑшлӑн пулса, вӗҫсӗр кӗлтуса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫав кунсенче Петр вӗренекенсем хушшине тӑрса каланӑ (пуҫтарӑннӑ ушкӑнра пӗр ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пулнӑ):</verse>
				<verse number="16">эй тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Таса Сывлӑш Ҫырура Давид чӗлхипе малтанах каласа хуни вырӑна килмелле пулчӗ;</verse>
				<verse number="17">ӑна пирӗнпе пӗр йыша кӗртнӗччӗ, вӑл ҫак ӗҫе тума тивӗҫ илнӗччӗ;</verse>
				<verse number="18">анчах вӑл усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫипе ҫӗр туянчӗ, ӗнтӗ ҫӳлтен персе ансан унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ;</verse>
				<verse number="19">Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ те вара ҫав ҫӗре хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама? тесе ят хучӗҫ, ку «Юн ҫӗрӗ» тени пулать.</verse>
				<verse number="20">Псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «унӑн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан та ан пултӑр» тенӗ; тата: «унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ӗнтӗ ҫапла тума кирлӗ: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр хамӑр хушӑра, хамӑрпа пӗрле ҫӳренӗ чухне,</verse>
				<verse number="22">Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Хӑй пирӗн патӑмран ҫӳле ҫӗкленнӗ куна ҫитиччен яланах пирӗнпе пӗрле ҫӳренисенчен пӗри Иисус чӗрӗлсе тӑнине пирӗнпе пӗрле каласа кӑтартаканӗ пулмалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Вара икӗ ҫынна сӗннӗ: Иуст тесе ят хунӑ Варсава теекен Иосифа тата Матфие;</verse>
				<verse number="24">ун чухне вӗсем ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ кашнийӗн чӗрине пӗлсе тӑратӑн, ҫаксенчен иккӗшӗнчен Хӑв кама суйласа илнине, хӑй вырӑнне каймашкӑн апостол тивӗҫӗнчен хӑпнӑ Иуда вырӑнне кам апостол пулмаллине кӑтартсамччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="25"></verse>
				<verse number="26">Унтан вӗсемшӗн шӑпа янӑ, шӑпа Матфие тухнӑ; ӑна вара вунпӗр апостол йышне кӗртнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Аллӑмӗш кун уявӗнче вӗсем пурте пӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ та ҫавӑ вӗсем пуҫтарӑннӑ пӳрте кӗрсе тулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсене вут ҫулӑмӗсем евӗрлӗскерӗ курӑнса кайнӑ, ҫав ҫулӑмсем, пайланса, кашнийӗ ҫине пӗрерӗн чарӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вара вӗсем пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ та, хӑйсене Сывлӑш мӗнле калама хушнӑ пек, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫа пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="5">Ун чухне Иерусалима тӗнчери тӗрлӗ халӑх хушшинче пурӑнакан иудейсем, Турра ӗненекенскерсем, пуҫтарӑннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="6">Ҫак кӗрленӗ шав илтӗнсессӗн, унта темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте аптӑрасах кайнӑ: ӗнтӗ кашнийӗ апостолсем унӑн чӗлхипе калаҫнине илтнӗ.</verse>
				<verse number="7">Пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе пӗр-пӗрне каланӑ: ҫапла калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и-ха?</verse>
				<verse number="8">Мӗнле-ха эпир пурсӑмӑр та вӗсем пирӗн тӑван чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр:</verse>
				<verse number="9">эпир — Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Капподокире, Понтра, Асийӑра,</verse>
				<verse number="10">Фригире, Памфилире, Египетра, Киринея ҫумӗнчи Ливи ҫӗрӗнче пурӑнакансем; Римран килнисем, тӗп иудейсем, Иудея тӗнне йышӑннисем,</verse>
				<verse number="11">Крит ҫыннисем, арабсем, эпир вара вӗсем Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пирӗн чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ӗнтӗ пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, ӑнланаймасӑр, каланӑ пӗр-пӗрне: мӗне пӗлтерет ку? тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Хӑшӗ-пӗрисем тата тӑрӑхласа: вӗсем пылак эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр:</verse>
				<verse number="15">эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ;</verse>
				<verse number="16">ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="17">«юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ;</verse>
				<verse number="18">ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Эй Израиль арӗсем! ҫак сӑмахсене итлӗр-ха: Назарет Иисусӗ Этем пулнӑ, Унӑн Турӑлӑхне Турӑ сире Ун урлӑ хӑватсем, кӗтретсем, паллӑсем кӑтартса уҫса пачӗ, ҫакӑн ҫинчен эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сирӗн хушшӑртах пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="23">Турӑ ирӗкӗпе, Вӑл малтанах ҫапла палӑртса хунипе Ӑна сирӗн аллӑра панӑ, эсир Ӑна йӗркесӗр ҫынсен аллипе пӑталаса вӗлерттертӗр.</verse>
				<verse number="24">Вилӗм ҫыххине татса пӑрахса, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, вилӗм Ӑна тытса чараймарӗ.</verse>
				<verse number="25">Давид Ун ҫинчен ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл манӑн сылтӑм енче — такӑнассӑм ҫук.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="27">Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.</verse>
				<verse number="28">Эсӗ мана чӗрӗлӗх ҫулне кӑтартрӑн; Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» тет.</verse>
				<verse number="29">Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! сире тӗп аттемӗр Давид ҫинчен хӑйсах каламалла пултӑр-ха: вӑл вилсе ҫӗре кӗнӗ, унӑн тупӑкӗ те паянхи кунчченех хамӑр патӑрта.</verse>
				<verse number="30">Пророк пулнӑ май, Турӑ ун йӑхӗнчен Христоса ӳтлентерсе кӑларса, Ӑна унӑн аслӑ вырӑнне патшана лартма хӑйне тупа тунине пӗлсе тӑрса,</verse>
				<verse number="31">Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, Унӑн чунне тамӑка хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен каланӑ.</verse>
				<verse number="32">Ҫав Иисуса Турӑ чӗртсе тӑратрӗ, эпир пурсӑмӑр та — ҫавна куракансем.</verse>
				<verse number="33">Халӗ ӗнтӗ Вӑл, Туррӑн сылтӑм енне ҫӗкленнӗскер, Ашшӗ пама пулнӑ Таса Сывлӑша илсе ярса пачӗ, ҫавна эсир халӗ курса-илтсе тӑратӑр.</verse>
				<verse number="34">Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах хӑй ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ.</verse>
				<verse number="35"></verse>
				<verse number="36">Эй пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ӗнтӗ ҫирӗп пӗлсе тӑр: Ҫакӑ хӑвӑр пӑталанӑ Иисуса Турӑ Ҫӳлхуҫа та, Христос та туса хучӗ, тенӗ Петр.</verse>
				<verse number="37">Ҫакна илтсессӗн вӗсенӗн чӗрисем ҫемҫелнӗ те, вара Петрпа ытти апостола каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! пирӗн ӗнтӗ мӗн тумалла-ши? тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Петр каланӑ вӗсене: ӳкӗнӗр, ҫылӑхӑрсене каҫармашкӑн эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр, вара Таса Сывлӑш тивлетне илетӗр:</verse>
				<verse number="39">пама пулни сире, сирӗн ачӑрсене тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр чӗнсен, аякрисене те пурне те тивӗҫлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Вӑл урӑх сӑмахсем те нумай каланӑ, ӑнлантарнӑ, вӗсене ӳкӗтленӗ: ҫак пӑсӑлса пӗтнӗ ӑруран хӑтӑлӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Ӗнтӗ унӑн сӑмахне хапӑл тӑвакансем тӗне кӗнӗ; ҫав кун пӗр виҫӗ пин чуна яхӑн хутшӑннӑ.</verse>
				<verse number="42">Вӗсем апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ, ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панӑ чухне те, кӗлӗре те, пур вӑхӑтра та пӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="43">Пур чун та хӑраса тӑнӑ; Иерусалимра апостолсем урлӑ нумай хӑватсем, паллӑсем пулса иртнӗ.</verse>
				<verse number="44">Ӗненекенсем пурте пӗрле пуҫтарӑнсах тӑнӑ, мӗн пуррийӗ те вӗсен йӑлтах пӗрле пулнӑ:</verse>
				<verse number="45">кил-ҫуртне, пурлӑхне сутса, вӗсем кама мӗн кирлӗ таран валеҫсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="46">Вӗсем кулленех пурте пӗрле Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ, килӗсенче ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парса, савӑнса, ырӑ кӑмӑлпа апат ҫинӗ.</verse>
				<verse number="47">Турра мухтаса пурӑннӑ, пӗтӗм халӑх вӗсене юратнӑ. Ҫӑлӑнасшӑн тӑрӑшакансене Ҫӳлхуҫа ӗненекен ушкӑна куллен-кун хушӑнтарсах пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Пӗррехинче Петрпа Иоанн Турӑ Ҫуртӗнче тӑххӑрмӗш сехетре пулакан кӗлле кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑн чухне Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ теекен хапхи патӗнче амӑшӗ варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын ларнӑ: Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ӑна кулленех ҫавӑнта йӑтса пырса лартнӑ.</verse>
				<verse number="3">Турӑ Ҫуртне кӗнӗ ҫӗрте вӑл Петрпа Иоана курнӑ та вӗсенчен кӗлене пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="4">Иоанпа Петр ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та, Петр ӑна: пирӗн ҫине пӑх-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем мӗн те пулин парасса ӗмӗтленсе, лешӗ те вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Петр вара каланӑ: манӑн ылтӑн, кӗмӗл ҫук; манӑн мӗн пур, сана ҫавна паратӑп: Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе тӑр та ҫӳре, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Унтан ӑна сылтӑм аллинчен тытса тӑратнӑ та, лешӗн ури тупанӗсем, чӗркуҫҫийӗсем ҫав самантрах тӗреклӗленнӗ;</verse>
				<verse number="8">вӑл ӗнтӗ сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ, сиккелесе, Турра мухтаса, вӗсемпе пӗрле Турӑ Ҫуртне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ,</verse>
				<verse number="10">унтан ӑна палласа илнӗ те, ку Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ хапхи патӗнче ыйткаласа ларакан ҫын иккенне курса, ӑна мӗн пулнинчен сехӗрленсе, ӑсран кайса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ури тӳрленнӗ уксах ҫын Петрпа Иоанн патӗнчен пӗр каймасӑр тӑнӑ та, унта, Соломон пӑлтӑрӗ теекен ҫӗре, вӗсем патне пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавна курсассӑн Петр халӑха каланӑ: эй Израиль арӗсем! мӗншӗн эсир ҫакӑнтан тӗлӗнетӗр? мӗншӗн пирӗн ҫине эпир ӑна хамӑр хӑватпа е хамӑр таса пурӑннипе утакан тунӑ пек пӑхса тӑратӑр?</verse>
				<verse number="13">Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, хамӑр аттемӗрсенӗн Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ; эсир Ӑна тытса патӑр, Ӑна ирӗке кӑларма шутланӑ Пилат умӗнче эсир Унран тунтӑр.</verse>
				<verse number="14">Эсир Сӑваплине, Тӳррине пӑрахрӑр, ҫынвӗлерене ирӗке кӑларма йӑлӑнтӑр,</verse>
				<verse number="15">пурӑнӑҫ Пуҫлӑхне вӗлертӗр, Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна эпир хамӑр куртӑмӑр.</verse>
				<verse number="16">Ӑна ӗненнӗшӗн Унӑн ячӗ ҫак хӑвӑр курса-пӗлсе тӑракан ҫынна тӗреклӗлентерчӗ, Ун урлӑ килекен ӗненӳ пурсӑрӑр умӗнчех ӑна сывлӑх пачӗ.</verse>
				<verse number="17">Эй тӑванӑмсем! эпӗ пӗлетӗп: эсир хӑвӑр та, сирӗн пуҫлӑхӑрсем те ҫакна пӗлмен пирки турӑр.</verse>
				<verse number="18">Христос асапланассине Турӑ Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ малтанах епле пӗлтерсе хунӑ, ҫаплах турӗ.</verse>
				<verse number="19">Эппин, ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр,</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫаран савӑнмалли вӑхӑт килтӗр, Вӑл сирӗн патӑра хӑвӑршӑн ямалла тунӑ Иисус Христоса ятӑр;</verse>
				<verse number="21">Турӑ Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ пророкӗ урлӑ авалах каласа хуни пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса ҫитиччен Унӑн тӳпере пулмалла.</verse>
				<verse number="22">Аттемӗрсене Моисей ҫапла каланӑ: «мана кӑларнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире хӑвӑр тӑванӑрсем хушшинченех Пророк кӑларса парӗ; Вӑл сире мӗн калать, пӗтӗмпех ҫавӑн пек тӑвӑр;</verse>
				<verse number="23">Ҫав Пророка итлемесен, кирек хӑш чунӑн та халӑх хушшинчен пӗтмелле пулӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Самуилран пуҫласа ун хыҫҫӑнхи пророксем те пурте ҫак кунсем ҫинчен ҫаплах каласа пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="25">Эсир — пророксен ывӑлӗсем, эсир — Турӑ Авраама: «санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ» тесе, аҫӑрсене панӑ халал ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="26">Пурте усал ӗҫӗсенчен уйӑрӑлччӑр тесе, Турӑ, Хӑй Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Ӑна чи малтан сирӗн пата сире пиллеме ячӗ, тенӗ Петр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Вӗсем халӑха вӗрентсе каланӑ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗ хуралӗн пуҫлӑхӗ тата саддукейсем пырса ҫитнӗ,</verse>
				<verse number="2">халӑха вӗрентнӗшӗн, Иисус урлӑ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса пӗлтернӗшӗн вӗсем ҫилленсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ апостолсене ярса тытнӑ та ирччен хураллама хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн ун чухне каҫ пулса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗрентнӗ сӑмаха итленисем нумайӑшӗ ӗненнӗ; ун пек ҫынсем пилӗк пине яхӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Тепӗр кунне вӗсенӗн пуҫлӑхӗсем, аслӑ ҫыннисем, кӗнекеҫӗсем, аслӑ священник Анна, Каиафа, Иоанн, Александр, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те Иерусалима пухӑннӑ,</verse>
				<verse number="6"></verse>
				<verse number="7">апостолсене хӑйсен умне тӑратнӑ та ҫапла ыйтнӑ: эсир ку ӗҫе мӗнле хӑватпа, кам ячӗпе турӑр? тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑн чухне Петр, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, вӗсене каланӑ: эй халӑх пуҫлӑхӗсем, Израилӗн аслӑ ҫыннисем!</verse>
				<verse number="9">Паян пирӗнтен эпир халсӑр ҫынна ырӑлӑх туни ҫинчен, ӑна епле сыватни ҫинчен тӗпчесе ыйтаҫҫӗ пулсассӑн,</verse>
				<verse number="10">эсир пурсӑр та пӗлӗр, пӗтӗм Израиль халӑхӗ те пӗлсе тӑтӑр: эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ, кайран Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе сыватнӑ ӑна, сирӗн умӑра ӑна Ҫавӑн ячӗпе сыватса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл — эсир, ҫурт тӑвакансем, тиркенӗ чул, Вӑл — кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул.</verse>
				<verse number="12">Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса, вӗсем кӗнекеҫӗсем те мар, ахаль ҫынсемех иккенне ӑнкарса, пуҫлӑхсем тӗлӗннӗ; вӗсем ӗнтӗ кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ ҫынсем иккенне те ӑнланса илнӗ;</verse>
				<verse number="14">анчах та сывалнӑ ҫын вӗсемпе пӗрлех тӑнине курса хирӗҫ нимӗн те калайман.</verse>
				<verse number="15">Унтан вӗсене синедрионран тухма хушнӑ та хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="16">ку ҫынсене мӗн тӑвар-ши? Вӗсем тӗлӗнмелле хӑват туни Иерусалимра пурӑнакан пур ҫынна та паллӑ, ҫакна эпир пулман теейместпӗр;</verse>
				<verse number="17">анчах ҫакӑн ҫинчен халӑх хушшинче хыпар ан сарӑлтӑрччӗ, ҫавӑнпа хӑратсах чарса лартар вӗсене — ҫак ят ҫинчен вӗсем пӗр ҫын умӗнче те ан калаҫчӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Вара вӗсене чӗнсе илнӗ те Иисус ячӗ ҫинчен нимӗн калама та, вӗрентме те хушман.</verse>
				<verse number="19">Анчах та Петрпа Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: шухӑшлӑр-ха, Турӑран ытларах сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и?</verse>
				<verse number="20">Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Халӑха пула вӗсене хаса пама сӑлтав тупаймасӑрах, юнаса анчах кӑларса янӑ, мӗншӗн тесессӗн пулнӑ ӗҫшӗн пурте Турра мухтаса аслӑланӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ пулса сывалнӑ ҫын хӗрӗхрен иртнӗскер пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Кӑларса ярсассӑн, Петрпа Иоанн хӑйсеннисем патне пынӑ та аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем хӑйсене мӗн-мӗн каланине вӗсене каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫавна илтсессӗн, вӗсем пурте, сассине хӑпартса, Турра кӗлтунӑ: эй тӳпене, ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ Патша Турӑ!</verse>
				<verse number="25">Эсӗ Таса Сывлӑш урлӑ Хӑвӑн чурун, пирӗн Давид аттемӗрӗн, чӗлхипе ҫапла каланӑ: «суя тӗнлисем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, халӑхсем мӗншӗн кӑлӑх пулассине пуҫӑнаҫҫӗ-ши?</verse>
				<verse number="26">Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Чӑнах та ӗнтӗ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат суя тӗнлӗ ҫынсемпе, Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса Санӑн Хӑв ҫу сӗрнӗ Святой Ывӑлна Иисуса хирӗҫ тӑчӗҫ,</verse>
				<verse number="28">мӗн пулмаллине, Санӑн аллупа Санӑн ирӗкӳ малтанах палӑртса хунине, турӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӗ курсамччӗ вӗсем пире юнанине, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсамччӗ,</verse>
				<verse number="30">Хӑвӑн аллуна тӑссамччӗ — Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе ҫынсем сывалччӑр, паллӑсем, хӑватсем пулччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Вӗсем кӗлтунӑ хыҫҫӑн хӑйсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтресе кайнӑ; вара пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса Турӑ сӑмахне хӑюллӑн каланӑ.</verse>
				<verse number="32">Ӗненекенсем йышлӑ пулсан та, вӗсен пӗр чӗрепе пӗр чун пулнӑ; никам та хӑйӗн пӗр япалине те хамӑн темен: вӗсен мӗн пурри пӗрле пулнӑ.</verse>
				<verse number="33">Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни ҫинчен апостолсем питӗ хӑватлӑн каланӑ, пурин ҫинче те пысӑк тивлет пулнӑ.</verse>
				<verse number="34">Вӗсем хушшинче ҫитменнипе аптӑракан никам та пулман: ҫӗр пуррисем, ҫурт-йӗр пуррисем пурте ҫавна сута-сута</verse>
				<verse number="35">укҫине апостолсен ури умне илсе пырса хунӑ; кирек кама та мӗн кирлине парса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫапла Иосия та — апостолсем Варнава тесе ят панӑскер (ку ӗнтӗ «лӑплантаракан ывӑл» тенине пӗлтерет), левит, Кипр ҫынни —</verse>
				<verse number="37">хӑйӗн ҫӗрне сутнӑ та укҫине апостолсен ури умне илсе пырса хунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Анания ятлӑ пӗр ҫын хӑйӗн арӑмӗпе Сапфирӑпа пӗрле ҫӗрне сутнӑ та,</verse>
				<verse number="2">арӑмне пӗлтерсех, укҫин пӗр пайне пытарса хӑварнӑ, юлашкине апостолсен ури умне пырса хунӑ.</verse>
				<verse number="3">Петр ӑна каланӑ: эй Анания! мӗншӗн эсӗ шуйттана хӑвӑн чӗрӳне пӑхӑнтарма ирӗк патӑн, ҫӗр укҫин пӗр пайне пытарса хӑвартӑн: эсӗ ӗнтӗ Таса Сывлӑша суйрӑн.</verse>
				<verse number="4">Сутман чухне ҫӗрӳ хӑвӑнах марччӗ-и? сутса туни те хӑвӑн аллунтах марччӗ-и? Ҫакна хӑвӑн чӗрӳне мӗншӗн кӗртнӗ эсӗ? Эсӗ ҫынсене мар, Турра суйрӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫав сӑмахсене илтсенех Анания вилсе выртнӑ; ҫакна илтекенсем пурте сехӗрленсех ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫамрӑксем тӑнӑ та ӑна пытарма тирпейленӗ, вара илсе тухса пытарнӑ.</verse>
				<verse number="7">Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр виҫӗ сехетрен унта мӗн пулнине пӗлмесӗрех унӑн арӑмӗ те пырса кӗнӗ.</verse>
				<verse number="8">Петр унран ыйтнӑ: кала-ха мана, сутнӑ ҫӗршӗн сире ҫавӑн чухлӗ тӳлерӗҫ-и? тенӗ. Лешӗ: ҫапла, ҫавӑн чухлӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Петр ӑна каланӑ: эсир капла Турӑ Сывлӑшне сӑнама пӗр канашлӑ пултӑр-и? акӑ санӑн упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та йӑтса тухӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Лешӗ вара сасартӑках ун ури умне ӳкнӗ те вилсе выртнӑ. Ҫамрӑксем кӗрсен, вӑл вилсе выртнине курса, ӑна та илсе тухса упӑшки ҫумнех пытарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавна илтекенсем те пурте сехӗрленсех ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="12">Апостолсем халӑх хушшинче темӗн чухлӗ паллӑсемпе хӑватсем тунӑ; пурте пӗрле Соломон пӑлтӑрӗнче пуҫтарӑнсах тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ют ҫынсенчен никам та вӗсемпе хутшӑнма хӑяйман; халӑх вара вӗсене мухтанӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫана ӗненекенсен йышӗ — темӗн чухлӗ арҫын, темӗн чухлӗ хӗрарӑм — ытларах та ытларах хушӑнса пынӑ,</verse>
				<verse number="15">чирлӗ ҫынсене урама иле-иле тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ, иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин вӗсем ҫине ӳктӗрччӗ тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн пекех тата таврари хуласенчен те Иерусалима нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, вӗсем чирлисене, усал ернисене иле-иле пынӑ, ҫавсем пурте сывалнӑ.</verse>
				<verse number="17">Аслӑ священник тата унпа пӗрле пулнисем, суя тӗнлӗ саддукейсем, ӗнтӗ кӗвӗҫсе ҫитнӗскерсем,</verse>
				<verse number="18">апостолсене ярса тытнӑ та халӑх тӗрмине хуптарнӑ.</verse>
				<verse number="19">Анчах та Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкне уҫнӑ та вӗсене илсе тухса каланӑ:</verse>
				<verse number="20">кайӑр та, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӑрса, чӗрӗлӗх паракан ҫак сӑмахсене пӗтӗмпех халӑха каласа парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫакна илтнӗ хыҫҫӑн вӗсем ирхине Турӑ Ҫуртне кайнӑ та вӗренте пуҫланӑ. Ҫав хушӑра аслӑ священникпа унӑн майлисем синедрион ҫыннисене тата Израиль ывӑлӗсен мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе илнӗ, унтан апостолсене тӗрмерен илсе килме хушнӑ.</verse>
				<verse number="22">Тӗрмене ҫитнӗ тарҫӑсем унта апостолсене тупайман. Вара каялла таврӑнса каласа панӑ:</verse>
				<verse number="23">тӗрмене питӗ тӗплӗ питӗрнӗ, хуралҫӑсем те алӑкӗ умӗнчех тӑраҫҫӗ, эпир ҫакна хамӑр куртӑмӑр, анчах уҫса пӑхсан унта никама та курмарӑмӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Ҫак сӑмахсене илтсессӗн Турӑ Ҫурчӗ хуралӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священниксем, ку мӗне пӗлтерет-ши тесе, нимӗн шухӑшлама та аптӑранӑ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ пӗр ҫын пынӑ та вӗсене: эсир тӗрмене хуптарнӑ ҫынсем Турӑ Ҫуртӗнче халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ, тесе каласа панӑ.</verse>
				<verse number="26">Вара хурал пуҫлӑхӗ тарҫӑсемпе кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗр илсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ;</verse>
				<verse number="27">илсе килсен вӗсене синедрион умне тӑратнӑ та, аслӑ священник вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ:</verse>
				<verse number="28">эпир сире ҫак ят ҫинчен вӗрентме хытарсах чармарӑмӑр-и? акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр, Ҫав Ҫыннӑн юнне пирӗн ҫине ҫитересшӗн тӑрӑшатӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Петрпа апостолсем вара ҫапла хуравласа каланӑ: этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла.</verse>
				<verse number="30">Эсир йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн аттемӗрсенӗн Турри чӗртсе тӑратрӗ.</verse>
				<verse number="31">Израиле ӳкӗнтерсе ҫылӑхӗсене каҫармашкӑн Турӑ Ӑна Хӑйӗн сылтӑм аллипе ҫӗклесе Пуҫлӑх та, Ҫӑлакан та туса хучӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫавӑн ҫинчен пӗлтерсе тӑракансем — эпир тата Турӑ Хӑйне пӑхӑнса тӑракансене панӑ Таса Сывлӑш, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Ҫакна илтнисем талӑрсах кайнӑ та апостолсене вӗлересшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="34">Анчах та синедрион йышӗнчи пӗр фарисей — Гамалиил ятлӑскер, саккуна вӗрентекен, пӗтӗм халӑх хисеплесе тӑраканскер — ура ҫине тӑнӑ та апостолсене пӗр вӑхӑта кӑларса яма хушнӑ,</verse>
				<verse number="35">унтан ыттисене ҫапла каланӑ: Израиль арӗсем! ку ҫынсене мӗн тумалли ҫинчен эсир хӑвӑр тӗллӗн шухӑшласа пӑхӑр-ха.</verse>
				<verse number="36">Нумай та пулмасть ҫакӑн умӗн Февда килчӗ те хӑйне хӑй темӗнле аслӑ ҫын вырӑнне хурса ҫӳрерӗ, ун ҫумне пӗр тӑватҫӗр ҫын хутшӑннӑччӗ; ӑна вӗлерчӗҫ те, ӑна итлекенсем пурте саланса пӗтрӗҫ.</verse>
				<verse number="37">Унтан кайран, халӑха шута илсе ҫырнӑ вӑхӑтра, Галилея ҫынни Иуда ҫитрӗ, чылай ҫынна хӑй енне ҫавӑрчӗ; вӑл та пӗтрӗ, ӑна итлекенсем те пурте саланса кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="38">Халӗ сире ҫавӑнпа калатӑп та: хӑпӑр ҫак ҫынсенчен, ан тивӗр вӗсене; вӗсем тытнӑ шухӑш, вӗсенӗн ҫак ӗҫӗ этемрен пулсассӑн — пӗтӗмпе путланса ларӗ;</verse>
				<verse number="39">Турӑран пулсассӑн — эсир ӑна пӗтереймӗр; астӑвӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса ан тӑрӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Вӗсем унӑн канашӗпе килӗшнӗ; апостолсене чӗнсе илсе хӗненӗ те, вӗсене Иисус ячӗ ҫинчен калаҫма чарса, кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="41">Апостолсем вара Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн синедрионран савӑнса тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="42">Вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа вӗрентме чарӑнман.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫав кунсенче, вӗренекенсем йышлӑлансассӑн, эллинсем хушшинчи еврейсем Иудейӑри еврейсене ӳпкелеме пуҫланӑ: куллен-кун мӗн кирлине валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене хисепе хумаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Вара вуникӗ апостол мӗнпур вӗренекене пуҫтарнӑ та каланӑ: пире Турӑ ҫинчен вӗрентме пӑрахса ӗҫме-ҫимешкӗн тӑрӑшни аван мар.</verse>
				<verse number="3">Тӑванӑмӑрсем, эсир хӑвӑр хушшӑртан пурте хисеплекен ҫичӗ ҫынна — Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑскерсене, ӑслӑ-тӑнлӑскерсене — суйласа илӗр; ҫак ӗҫе туса тӑма ҫавсене хушӑпӑр;</verse>
				<verse number="4">эпир хамӑр яланах кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе тӑрӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла калани пӗтӗм пухӑва кӑмӑллӑ пулнӑ; вара Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ, питӗ ҫирӗп ӗненекен Стефана суйланӑ, унпа пӗрле тата Филипа, Прохора, Никанора, Тимона, Пармена, суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохи ҫыннине Николая суйласа илнӗ;</verse>
				<verse number="6">вӗсене апостолсен умне тӑратнӑ, апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ, Иерусалимра та вӗренекенсен йышӗ те ӳссех пынӑ; священниксем те нумайӑшӗ чӑн тӗне парӑннӑ.</verse>
				<verse number="8">Стефан вара Турӑ панӑ тивлетпе хӑватлӑланса халӑх хушшинче пысӑк кӗтретсем, паллӑсем тунӑ.</verse>
				<verse number="9">Анчах та либертинсен синагоги теекен синагогӑна ҫӳрекен хӑш-пӗр ҫынсем — Кирена, Александрия иудейӗсем, тата Килики, Асия иудейӗсем — Стефанпа тавлашма тытӑннӑ;</verse>
				<verse number="10">анчах вӗсем Стефан ӑсне хирӗҫ, ӑна калаҫтаракан Таса Сывлӑша хирӗҫ тӑма пултарайман.</verse>
				<verse number="11">Вара вӗсем хӑш-пӗр ҫынсене: эпир вӑл Моисее тата Турра хурласа калаҫнине илтрӗмӗр, тесе калама вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла вӗсем, халӑха, аслӑ ҫынсене, кӗнекеҫӗсене хӗтӗртсе, ӑна пырса сырӑннӑ та ярса тытса синедриона илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Унтан суя кӳнтеленсене илсе пынӑ, лешӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫын ҫак сӑваплӑ вырӑн ҫинчен те, саккун ҫинчен те хурласа калаҫма чарӑнмасть;</verse>
				<verse number="14">Назарет Иисусӗ ҫак вырӑна аркатӗ, сире Моисей панӑ йӑласене улӑштарӗ тесе каланине эпир хамӑр илтрӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Стефан ҫине пӑхнӑ чухне синедрионра ларакансене пурне те унӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пек курӑнса тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне аслӑ священник каланӑ: ҫапла-и ку? тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Стефан каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, аттесем! итлӗр-ха. Мухтав Турри пирӗн Авраам аттемӗре вӑл Месопотамире пурӑннӑ чухнех, Харрана куҫса кайичченех, курӑннӑ та</verse>
				<verse number="3">каланӑ ӑна: «хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартас ҫӗре кай» тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вара вӑл Халдея ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ та Харрана пырса вырӑнаҫнӑ; ашшӗ вилсессӗн Турӑ ӑна унтан ҫак халӗ хӑвӑр пурӑнакан ҫӗре куҫарнӑ.</verse>
				<verse number="5">Кунта ӑна Турӑ ура лаппи пусӑмлӑх та еткер ҫӗр паман; анчах ҫак ҫӗре ӑна, ун хыҫҫӑн пулас тӑхӑмӗсене пама пулнӑ — ун чухне Авраамӑн ача-пӑча та пулман-ха.</verse>
				<verse number="6">Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: «санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗре куҫса кайӗҫ, тӑватҫӗр ҫула яхӑн чура пулса, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ тата каланӑ: «анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем унтан тухӗҫ те ҫак вырӑнта Мана пуҫҫапса пурӑнӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Унтан ӑна ӳт кастарма хушса халал хывнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн Исаак ҫуралнӑ, саккӑрмӗш кун унӑн ӳтне каснӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ, Иаковран вуникӗ патриарх ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="9">Кӗвӗҫсе, патриархсем Иосифа Египета сутса янӑ; анчах Турӑ унпа пӗрле пулнӑ,</verse>
				<verse number="10">ӑна мӗнпур хӗн-хурлӑхӗнчен хӑтарнӑ, ӑна пысӑк ӑс панӑ, уншӑн Египет патшийӗн, фараонӑн, кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ. Фараон вара ӑна Египет ҫӗрӗпе хӑйӗн пӗтӗм кил-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ туса хунӑ.</verse>
				<verse number="11">Пӗтӗм Египет ҫӗрӗпе Ханаан ҫӗрӗ ҫине выҫлӑхпа тем тӗрлӗ асап ҫитнӗ; пирӗн аттемӗрсем апат-ҫимӗҫ тупайман.</verse>
				<verse number="12">Египетра тырӑ пур тенине илтсе, Иаков пирӗн аттемӗрсене унта янӑ. Ку пӗрремӗш хут пулнӑ-ха.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем иккӗмӗш хут пырсассӑн, Иосиф хӑйӗн ҫинчен тӑванӗсене каласа панӑ; вара Иосиф йӑхӗ ҫинчен фараон та пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="14">Иосиф хушса янӑ та, хӑйӗн ашшӗне Иакова, хӑйӗн тӑванӗсене — мӗнпурӗ ҫитмӗл пилӗк чун — чӗнтерсе пынӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫапла Иаков Египета куҫса килнӗ, ӗнтӗ хӑй те, пирӗн аттемӗрсем те ҫавӑнта вилнӗ;</verse>
				<verse number="16">кайран вӗсене, Сихем хулине илсе кайса, Авраам Сихемра Еммор ывӑлӗсенчен кӗмӗл тӳлесе туяннӑ тупӑклӑха пытарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Турӑ Авраама тупа туса хывнӑ сӑмах пуласси ҫывӑхарнӑҫемӗн халӑх Египетра йышлӑлансах пынӑ,</verse>
				<verse number="18">Иосифа пӗлмен урӑх патша ларичченех ҫапла пулнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ку патши вара, пирӗн йӑх тӗлӗшӗнчен усал шухӑш тытса, пирӗн аттемӗрсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ: вӗсен ачисем чӗрӗ ан юлччӑр тесе, ҫуралнӑ ачисене кӑларса пӑрахма ирӗксӗрленӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ; вӑл илемлӗ те Турра юрӑхлӑ пулнӑ. Ӑна ашшӗ килӗнче виҫӗ уйӑх пӑхса усранӑ.</verse>
				<verse number="21">Кайса пӑрахсассӑн ӑна фараон хӗрӗ илнӗ те хӑй ывӑлне пӑхнӑ пек пӑхса ӳстернӗ.</verse>
				<verse number="22">Моисее Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрентнӗ: вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Хӗрӗх ҫул тултарсан вӑл хӑйӗн тӑванӗсене, Израиль ывӑлӗсене, кайса курас шухӑш тытнӑ.</verse>
				<verse number="24">Вӑл пӗр тӑванне кӳрентернине курнӑ та, ун хутне кӗрсе, Египет ҫыннине вӗлерсе, хур тунӑшӑн тавӑрнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл тӑванӗсем унӑн аллипе Турӑ вӗсене ҫӑлӑнӑҫ панине ӑнланса илӗҫ тесе шухӑшланӑ; анчах та вӗсем ӑнланайман.</verse>
				<verse number="26">Тепӗр кунне вӑл унта вӗсем ҫапӑҫнӑ чухне пынӑ та вӗсене килӗштересшӗн тӑрӑшса каланӑ: «эсир — тӑвансем, мӗншӗн пӗрне-пӗри кӳрентеретӗр?» тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Анчах та юлташне кӳрентерекенни ӑна тӗртсе ярса каланӑ: «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ?</verse>
				<verse number="28">Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, эсӗ мана та вӗлересшӗн мар-и?» тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Моисей ҫак сӑмахсене пула тухса тарнӑ, ютран пынӑ ҫын пулса Мадиан ҫӗрӗнче пурӑннӑ; унта унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="30">Хӗрӗх ҫул иртсессӗн Синай тӑвӗн пушхирӗнче, ҫунакан йӗплӗ тӗм ҫулӑмӗ ӑшӗнче, ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавна курсассӑн Моисей тӗлӗнсе тӑнӑ; лайӑхрах курасшӑн ҫывӑхарах пырсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа сасси илтӗннӗ:</verse>
				<verse number="32">«Эпӗ — аҫусенӗн Турри, Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри». Чӗтрене ернӗ Моисей пӑхма та хӑяйман.</verse>
				<verse number="33">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «уру сыррине салтса пӑрах: эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр.</verse>
				<verse number="34">Египетра Хамӑн халӑхӑма хӗсӗрленине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп: акӑ ӑна хӑтарма антӑм; халӗ ӗнтӗ кай, Эпӗ сана Египета яратӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Ҫав «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ?» тесе хӑйсем йышӑнман Моисее, йӗплӗ тӗм ӑшӗнче курӑннӑ Ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх та, хӑтаракан та туса янӑ.</verse>
				<verse number="36">Египет ҫӗрӗнче, Хӗрлӗ тинӗсре тата хӗрӗх ҫул хушши пушхирте хӑватсем, паллӑсем тӑва-тӑва вӗсене ӗнтӗ ҫавӑ илсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="37">Ҫав Моисей ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах, мана кӑларса панӑ пек, Пророк кӑларса парӗ: Ҫавна итлӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Вӑл пушхирте Синай тӑвӗ ҫинче Ангелпа калаҫнӑ, пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ, шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ пире каласа памашкӑн пурӑнӑҫ сӑмахне илнӗ.</verse>
				<verse number="39">Анчах пирӗн аттемӗрсем ӑна итлесшӗн пулман, унран пӑрӑннӑ, чӗрипеле Египет енне сулӑнса,</verse>
				<verse number="40">Аарона ҫапла каланӑ: «пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр» тенӗ.</verse>
				<verse number="41">Вара ҫав кунсенче пӑру кӗлетки шӑратса тунӑ та йӗрӗхе парне кӳнӗ, хӑйсен алли тунӑскерӗ умӗнче савӑннӑ.</verse>
				<verse number="42">Турӑ вара вӗсенчен пӑрӑннӑ, вӗсене тӳпери ҫара пуҫҫапма чарман, ҫакӑн ҫинчен пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «эй Израиль килӗ! пушхирте хӗрӗх ҫул хушшинче эсир Мана парне кӳрсе тӑтӑр-им?</verse>
				<verse number="43">Эсир Молох чатӑрӗпе Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне, хӑвӑр валли пуҫҫапма тунӑ йӗрӗхӗрсене йӑтса ҫӳрерӗр: Эпӗ сире Вавилон леш енне каҫарса ярӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Пушхирте пирӗн аттемӗрсенӗн пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ пулнӑ. Чатӑрне, Моисее Калаканӗ хушнӑ пек, ӑна кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ тунӑ.</verse>
				<verse number="45">Иисус Навинпа пирӗн аттемӗрсем ҫав чатӑра Турӑ пирӗн аттемӗрсен умӗнчен хӑваласа янӑ халӑхсен ҫӗрне илсе кӗнӗ; Давид пурӑннӑ вӑхӑтченех ҫапла тӑнӑ;</verse>
				<verse number="46">Давид, Турӑ тивлетне илнӗскер, Иаков Турри валли Ҫурт тӑвасшӑн кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="47">Ун валли Соломон Ҫурт туса лартнӑ.</verse>
				<verse number="48">Анчах Ҫӳлти Турӑ алӑпа тунӑ ҫуртра пурӑнмасть, ун ҫинчен пророк ҫапла калать:</verse>
				<verse number="49">«тӳпе — Манӑн аслӑ пуканӑм, ҫӗр — Манӑн ура саккийӗ; Ман валли эсир ӑҫта ҫурт лартӑр-ши, Манӑн канлӗхӗмӗн вырӑнӗ ӑҫта-ши?</verse>
				<verse number="50">Ҫакна пӗтӗмпех Манӑн аллӑм пултарман-и?» тет.</verse>
				<verse number="51">Эй чурӑсскерсем! чӗрӗре, хӑлхӑра кастарманскерсем! эсир ялан Таса Сывлӑша хирӗҫ пыратӑр, аҫӑрсем епле пулнӑ, эсир те ҫаплах.</verse>
				<verse number="52">Сирӗн аҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Вӗсем Тӳрри килессине малтанах пӗлтернисене вӗлернӗ; халӗ Ӑна тытса паракансем, вӗлерекенсем эсир пултӑр,</verse>
				<verse number="53">эсир ангелсем урлӑ илнӗ саккуна та пӑхӑнмарӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="54">Ҫакна илтсе тӑнӑ чухне вӗсен ӑшчикӗ ҫурӑлас пек тулса ҫитнӗ, ҫилленсе-тарӑхса вӗсем шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ.</verse>
				<verse number="55">Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ Стефан вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ та</verse>
				<verse number="56">ҫапла каланӑ: «акӑ эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине, Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="57">Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса ярса, хӑлхине хупласа пурте харӑссӑн Стефана тапӑннӑ;</verse>
				<verse number="58">ӗнтӗ ӑна хула тулашне илсе тухса чулпа пеме пуҫланӑ; ӑна хирӗҫ кӳнтелекенсем хӑйсен тумтирне Савл ятлӑ ҫамрӑк ҫын ури умне хывса хунӑ та</verse>
				<verse number="59">Стефана чулпа пеме тытӑннӑ, вӑл вара: «эй Иисус Ҫӳлхуҫамӑм, ман чунӑма йышӑнсамччӗ!» тесе кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="60">Унтан чӗркуҫленсе ларса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан хурсамччӗ» тенӗ. Ҫакна каланӑ та — вилнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Савл ӑна вӗлернине ырланӑ. Ӗненекен ушкӑна ҫав кунран пуҫласа Иерусалимра питӗ хӗсӗрле пуҫланӑ, апостолсемсӗр пуҫне ыттисем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="2">Стефана ӗнтӗ сӑвап сунан ҫынсем пытарнӑ, вӗсем уншӑн питӗ хытӑ хӳхленӗ.</verse>
				<verse number="3">Савл вара ӗненекен ушкӑна хӗн кӑтартнӑ: килӗрен киле ҫӳресе арҫыннисене, хӗрарӑмӗсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ.</verse>
				<verse number="4">Тӗрлӗ ҫӗре саланнисем ҫав хушӑра Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла Филипп Самари хулине ҫитнӗ те ҫавӑнти ҫынсене Христос ҫинчен каласа вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="6">Филипп тунӑ хӑватсене курса, вӗсем ҫинчен илтсе, халӑх ун сӑмахне пӗр кӑмӑлпа тӑнланӑ:</verse>
				<verse number="7">усал ернисенчен нумайӑшӗнчен усал сывлӑшсем темӗн тӗрлӗ уласа туха-туха кайнӑ, шалкӑм ҫапнисемпе уксаххисем те нумайӑшӗ сывалнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ӗнтӗ ҫав хулара калама ҫук савӑннӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав хулара Симон ятлӑ пӗр ҫын пулнӑ; хӑйне хӑй темӗнле аслӑ ҫын вырӑнне хурса, ӑрӑмласа, вӑл ҫакӑн умӗн Самари халӑхне тӗлӗнтерсе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех пурте ӑна итленӗ: ку — Туррӑн питӗ пысӑк хӑвачӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ӑрӑмласа вӑл чылай вӑхӑт хушши тӗлӗнтерсе пурӑннӑ, ӑна ҫавӑнпа тӑнланӑ та.</verse>
				<verse number="12">Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос ячӗ ҫинчен вӗрентекен Филипа ӗненсе ҫитсессӗн, вӗсем арҫынӗ-хӗрарӑмӗпех тӗне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="13">Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ; тӗне кӗрсен Филипран хӑпма та пӗлмен; пысӑк хӑватсем, паллӑсем пулнине курса, вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="14">Самари ҫыннисем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсессӗн, Иерусалимра тӑракан апостолсем вӗсем патне Петрпа Иоана янӑ.</verse>
				<verse number="15">Кусем ҫитнӗ те, Таса Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн Турра кӗлтунӑ,</verse>
				<verse number="16">мӗншӗн тесессӗн унччен Таса Сывлӑш вӗсем ҫине пӗрин ҫине те анман-ха, вӗсене Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне анчах кӗртнӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Апостолсем ӗнтӗ вӗсем ҫине аллине хунӑ та, лешӗсем те Таса Сывлӑш илнӗ.</verse>
				<verse number="18">Апостолсем алӑ хунипе Таса Сывлӑш аннине курсассӑн, Симон вӗсем патне укҫа илсе пынӑ та</verse>
				<verse number="19">ҫапла каланӑ: ку хӑвата мана та парӑр — эпӗ алӑ хунӑ ҫын та Таса Сывлӑш илтӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Петр вара ӑна каланӑ: санӑн кӗмӗлӳ хӑвӑнпа пӗрлех пӗттӗр: эсӗ Турӑ тивлетне укҫалла илме шухӑш тытрӑн,</verse>
				<verse number="21">Турӑ умӗнче санӑн чӗрӳ таса мар, ҫавӑнпа ҫак тӗлӗшпе санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук.</verse>
				<verse number="22">Ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту: тен, чӗрӳ мӗн шутлани каҫарӑнӗ.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ курсах тӑратӑп: сан ӑшна йӳҫӗ ват тулнӑ, эсӗ суяпа ҫыхӑнса тӑратӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Симон ҫапла хуравласа каланӑ: эсир маншӑн Ҫӳлхуҫана хӑвӑр кӗлтӑвӑр — эсир калани нимӗн те ан ҫиттӗрччӗ мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӗсем вара Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе, вӑл тӗрӗссине ӗнентерсе ҫӳресессӗн, Самарири чылай ялта Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, каялла Иерусалима кайнӑ.</verse>
				<verse number="26">Филипа вара Турӑ Ангелӗ каланӑ: тӑр та кӑнтӑр енне, Иерусалимран Газӑна каякан ҫул ҫине, кай, унта ҫын ҫӳремест, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӑл тӑнӑ та тухса кайнӑ. Акӑ ҫав ҫулпа пӗр Эфиопи ҫынни — хайран, Эфиопири хӗрарӑм патшанӑн Кандакийӗн улпучӗ, унӑн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканскер, Иерусалима Турра пуҫҫапма пынӑскер —</verse>
				<verse number="28">таврӑннӑ, вӑл, урапи ҫинче ларса пыраканскер, Исаия пророк кӗнекине вуласа пынӑ.</verse>
				<verse number="29">Таса Сывлӑш Филипа: ҫак урапа ҫумне пыр та ҫыпӑҫ ӑна, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Филипп пынӑ та лешӗ Исаия пророк кӗнекине вуланине илтсе каланӑ: мӗн вуланине ӑнланатӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Лешӗ каланӑ: кам та пулин ӑнлантармасассӑн, эпӗ епле ӑнланам? тенӗ; унтан вӑл Филипа хӑй ҫумне улӑхса ларма ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="32">Вӑл Ҫырури ҫак тӗле вуланӑ пулнӑ: «пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ Ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен. Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман.</verse>
				<verse number="33">Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ пулсан, Ун йӑхӗ ҫинчен кам каласа патӑр?»</verse>
				<verse number="34">Хайран Филипа каланӑ: каласамччӗ мана: ҫакна пророк кам ҫинчен калать? хӑй ҫинчен-и, урӑххи ҫинчен-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Филипп вара сӑмах пуҫарса, Ҫырури ҫак сӑмахсенчен пуҫласа, ӑна Иисус ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа панӑ.</verse>
				<verse number="36">Ҫапла малалла кайса вӗсем шыв хӗррине ҫитнӗ; хайран ӗнтӗ: акӑ шыв, тӗне кӗме мана мӗн чарать? тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Вара Филипп ӑна ҫапла каланӑ: пӗтӗм чӗрӳнтен ӗненетӗн пулсассӑн, юрать, тенӗ. Лешӗ хуравласа каланӑ: Иисус Христос Турӑ Ывӑлӗ иккенне ӗненетӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Унтан урапине чарма хушнӑ та, вӗсем Филиппала иккӗшӗ шыв хӗррине аннӑ; Филипп ӑна тӗне кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="39">Вӗсем шывран тухсан, хайран ҫине Таса Сывлӑш аннӑ; Филипа вара ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа Ангелӗ илсе кайнӑ; хайран ӑна урӑх курман та, вӑл ӗнтӗ, савӑнӑҫлӑскер, малалла ҫул тытнӑ.</verse>
				<verse number="40">Филипп Азота ҫитсе тӑнӑ, Кесарие ҫитичченех вӑл пур хулара та Ырӑ Хыпар пӗлтерсе пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Савл вара, ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсене вӗлерме шухӑш тытнӑскер, аслӑ священник патне пынӑ та</verse>
				<verse number="2">унран Дамаскри синагогӑсем валли ҫырусем ыйтса илнӗ: вӑл ӗнтӗ ҫав вӗрентӗве йышӑннӑ унти арҫыннине те, хӗрарӑмне те — кама тӗл пулнӑ, ҫавна — тытса-ҫыхса Иерусалима илсе пыма ирӗк илесшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫул ҫинче, Дамаска ҫывӑхарса пынӑ чухне, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл ҫӗре ӳкнӗ; унтан хӑйне: эй Савл, Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? теекен сасӑ илтнӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӑл вара: эй Ҫӳлхуҫамӑм, кам Эсӗ? тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Шӑчча хирӗҫ пыма йывӑр сана, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Сехӗрленсе те чӗтресе, Савл: эй Ҫӳлхуҫамӑм! мӗн тума хушатӑн мана? тенӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана калӗҫ унта, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Унпа пӗрле пыракан ҫынсем никама курмасӑрах сасӑ илтсессӗн тӑнӑ ҫӗртех хытса кайнӑ.</verse>
				<verse number="8">Савл ҫӗртен тӑнӑ та, куҫӗ уҫах пулин те, никама та курман. Ӑна вара аллинчен ҫавӑтса кайса Дамаска илсе ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӑл виҫӗ кун хушши курман, ӗҫмен те, ҫимен те.</verse>
				<verse number="10">Дамаскра Анания ятлӑ пӗр вӗренекен пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Анания! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, Ҫӳлхуҫамӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: тӑр та Тӳрӗ теекен урама кай, унта Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине шыраса туп; халӗ вӑл кӗлтӑвать-ха,</verse>
				<verse number="12">ӑна хӑй патне Анания ятлӑ ҫын килни, ҫавӑ ӑна куракан тӑвасшӑн ун ҫине аллине хуни курӑннӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Анания ҫапла хуравланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ҫак ҫын ҫинчен эпӗ нумайӑшӗнчен вӑл Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене Иерусалимра темӗн чухлӗ хӗн кӑтартнӑ тенине илтнӗ,</verse>
				<verse number="14">кунта та вӑл Санӑн ятна асӑнакансене пурне те тыта-тыта ҫыхмашкӑн аслӑ священниксенчен ирӗк илсе килнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: кай, вӑл — Манӑн суйласа илнӗ савӑтӑм; Эпӗ ӑна Хамӑн ятӑм ҫинчен халӑхсем, патшасем, Израиль ывӑлӗсем умӗнче каласа пӗлтерме суйласа илтӗм.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ ӑна вӑл Манӑн ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап курмаллине кӑтартӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Анания кайнӑ та, ҫав ҫурта кӗрсе, Савл ҫине аллине хурса каланӑ: Савл тӑванӑм! эсӗ ҫулпа пынӑ чухне хӑвна курӑннӑ Иисус Ҫӳлхуҫа мана санӑн куҫна уҫма, сана Таса Сывлӑшпа хӑватлӑлантарма ячӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫав самантрах Савл куҫӗнчен темӗскерле хупӑ хӑпӑнса ӳкнӗ те, вӑл куракан пулнӑ; вӑл ӗнтӗ тӑнӑ та тӗне кӗнӗ;</verse>
				<verse number="19">апат ҫисессӗн ӑна вӑй та кӗнӗ. Вӗренекенсемпе пӗрле Савл темиҫе кун хушши Дамаскра пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӑл ҫийӗнчех синагогӑсенче Иисус ҫинчен «Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ» тесе вӗренте пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="21">Ӑна илтекенсем пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: ҫак ята асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенӗ шӑпах ҫакӑ мар-и-ха? кунта та вӑл вӗсене тыта-тыта ҫыхса аслӑ священниксем патне илсе каясшӑн килменччӗ-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Савл ӗнтӗ хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланса пынӑ, Иисус шӑпах Христос пулнине ҫирӗплетсе парса, вӑл Дамаскра пурӑнакан иудейсене нимӗн чӗнейми тунӑ.</verse>
				<verse number="23">Пайтах вӑхӑт иртсессӗн иудейсем ӑна вӗлерме каварлашнӑ.</verse>
				<verse number="24">Анчах та Савл вӗсен каварӗ ҫинчен пӗлнӗ. Ӑна вӗлерес тесе лешӗсем кунӗн-ҫӗрӗн хапха умӗнче сыхласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Ӗнтӗ хӑйӗн вӗренекенӗсем ӑна ҫӗрле кунтӑна лартса хула хӳми ҫинчен антарса янӑ.</verse>
				<verse number="26">Савл Иерусалима ҫитнӗ те вӗренекенсемпе хутшӑнасшӑн пулнӑ; анчах вӑл вӗренекен иккенне шанмасӑр, пурте унран хӑранӑ.</verse>
				<verse number="27">Вара ӑна апостолсем патне Варнава ертсе кайнӑ, вӑл вӗсене Савл епле ҫул ҫинче Ҫӳлхуҫана курнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗн каланине, вӑл Дамаскра епле хӑюллӑн Иисус ҫинчен вӗрентнине каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="28">Савл вара вӗсемпе пӗрле кӗрсе-тухса ҫӳресе Иерусалимра пурӑннӑ, Иисус ҫинчен вӑл питӗ хӑюллӑн вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="29">Вӑл эллинсем хушшинче пурӑнакан еврейсемпе те калаҫнӑ, тавлашнӑ; лешӗсем ӑна вӗлерме те хӑтланнӑ.</verse>
				<verse number="30">Ҫавна пӗлсен тӑвансем ӑна Кесарие янӑ, унтан Тарс хулине ӑсатнӑ.</verse>
				<verse number="31">Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсем пурте тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ, вӗсем тӗреклӗленсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана юратса, Унран хӑраса тӑнӑ; Таса Сывлӑш лӑплантарса тӑнипе вӗсенӗн йышӗ ӳссех пынӑ.</verse>
				<verse number="32">Пурне те пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Петра Лиддӑра пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем патне ҫитме те тӳр килнӗ.</verse>
				<verse number="33">Унта вӑл Эней ятлӑ пӗр ҫынна тӗл пулнӑ; лешӗ, шалкӑм ҫапнӑскер, ӗнтӗ сакӑр ҫул хушши вырӑнпа выртнӑ.</verse>
				<verse number="34">Петр каланӑ ӑна: Эней! сана Иисус Христос сыватать; вырӑну ҫинчен тӑр, тенӗ. Лешӗ ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ.</verse>
				<verse number="35">Лиддӑпа Саронра пурӑнакансем ӑна пурте пӗлнӗ, ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн вӗсем вара Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.</verse>
				<verse number="36">Иоппире пӗр Тавифа ятлӑ хӗрарӑм, вӗренекен, пулнӑ; Тавифа тени «хир качаки» тени пулать; вӑл, нумай ырӑ ӗҫ туса, чухӑнсене пулӑшса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="37">Ҫав кунсенче вӑл чирлесе ӳкнӗ те — вилнӗ. Ӑна ӗнтӗ ҫуса ҫӳлти пӳлӗме вырттарнӑ.</verse>
				<verse number="38">Лидда Иоппи ҫывӑхӗнчех пулнӑран вӗренекенсем Петр унта тенине илтнӗ те ӑна хӑвӑртрах хӑйсем патне килме ыйтса ун патне икӗ ҫын янӑ.</verse>
				<verse number="39">Петр тӳрех вӗсемпе пӗрле кайнӑ; ҫитсессӗнех ӑна ҫӳлти пӳлӗме илсе кӗнӗ: унта ӑна тӑлӑх арӑмсем ҫавӑрса илнӗ те, куҫҫульпе йӗре-йӗре, Тавифа хӑйсемпе пӗрле чухне ҫӗлесе панӑ кӗписене, тумтирӗсене кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="40">Петр пурне те кӑларса янӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ, унтан вилнӗ ҫын еннелле ҫаврӑнса: Тавифа, тӑр! тенӗ. Лешӗ куҫне уҫнӑ та, Петра курсассӑн, тӑрса ларнӑ.</verse>
				<verse number="41">Петр ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Унтан, сӑваплӑ ҫынсене, тӑлӑх арӑмсене чӗнсе илсе, ӑна вӗсен умне чӗрӗ халлӗн тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="42">Ку ӗҫ ҫинчен пӗтӗм Иоппие хыпар сарӑлнӑ, вара нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="43">Петр Иоппире сӑран тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче чылай кун пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Кесарире Корнилий ятлӑ пӗр ҫын — Итали полкӗ теекен ҫарти ҫӗрпӳ — пулнӑ,</verse>
				<verse number="2">вӑл тӳрӗ ҫын, пӗтӗм кил-йышӗпе Турӑран хӑраса, халӑха нумай ырӑлӑх туса, яланах Турра кӗлтуса пурӑнакан ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл кӑнтӑрла тӑхӑр сехет тӗлнелле хӑй патне Турӑ Ангелӗ уҫҫӑнах курӑнса кӗнине курнӑ, Ангел ӑна: Корнилий! тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Лешӗ ун ҫине пӑхса илнӗ те хӑраса ӳксе каланӑ: мӗн-ха, Ҫӳлхуҫамӑм? тенӗ. Ангел ӑна хуравласа каланӑ: санӑн кӗллӳ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил.</verse>
				<verse number="6">Вӑл сӑран тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче хӑна пулса пурӑнать, лешӗн ҫурчӗ — тинӗс хӗрринче; хӑвна Петр калас сӑмахсем урлӑ эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Хӑйпе калаҫакан Ангел кайсассӑн, Корнилий хӑйӗн икӗ тарҫине тата хӑйне пӑхӑнса тӑракан салтаксенчен пӗрне, Турра хисеплекенскере, чӗнсе илнӗ те,</verse>
				<verse number="8">мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа парса, вӗсене Иоппие янӑ.</verse>
				<verse number="9">Тепӗр кунне, вӗсем хула патне ҫывӑхарса пынӑ вӑхӑтра, улттӑмӗш сехет тӗлнелле, Петр кӗлтумашкӑн пӳрт тӑррине улӑхнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вӑл выҫӑ пулнӑ, унӑн ҫиесси килнӗ. Ун валли апат хатӗрленӗ хушӑра вара Петр кӗлтунӑ чухне, чи ҫӗкленӳлле самантра,</verse>
				<verse number="11">тӳпе уҫӑлса тӑнине курнӑ, тата темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытнӑ сарлака пир евӗрлӗскер, ҫӗрелле аннине курнӑ;</verse>
				<verse number="12">ун ҫинче темӗнле чӗрчун та пулнӑ: ҫӗр ҫинчи тем-тем йышши тӑватӑ ураллисем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекеннисем тата вӗҫен кайӑксем.</verse>
				<verse number="13">Унтан ӑна: Петр, тӑр та — пусса ҫи, тенӗ сасӑ илтӗннӗ.</verse>
				<verse number="14">Анчах Петр ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ нихӑҫан та ирсӗррине е тасамаррине нимӗн те ҫимен, тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ӑна каллех, тепӗр хут, сасӑ илтӗннӗ: Турӑ тасатнине эсӗ таса мар тесе ан шутла.</verse>
				<verse number="16">Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулнӑ; унтан пир евӗрлӗскерӗ каллех тӳпенелле ҫӗкленсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="17">Петр ҫапла курӑнни мӗне пӗлтерет-ши тесе аптӑраса-шухӑшласа тӑнӑ чухне хайхи Корнилий янӑ ҫынсем Симон ҫурчӗ тӗлне ыйтса-пӗлсе хапхи умне ҫитсе тӑнӑ,</verse>
				<verse number="18">вӗсем кӑшкӑрса: Петр теекен Симон ҫакӑнта-и? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="19">Петр хӑй курни ҫинчен шухӑшласа тӑнӑ хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: акӑ сана виҫӗ ҫын шырать;</verse>
				<verse number="20">ан та пӗр иккӗленмесӗр вӗсемпе пӗрле кай — вӗсене Эпӗ ятӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Петр вара Корнилий янӑ ҫынсем патне аннӑ та каланӑ: эсир шыраканни — эпӗ; мӗн ӗҫпе килтӗр эсир? тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем каланӑ: ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хисеплесе тӑракан Корнилий ҫӗрпӗве сӑваплӑ Ангел, сана хӑй килне чӗнсе пырса, эсӗ каланине итлеме хушнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Петр ӗнтӗ вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне вӑл вӗсемпе пӗрле тухса кайнӑ, Иоппири тӑвансем те хӑшӗ-пӗри унпа пӗрле пынӑ.</verse>
				<verse number="24">Тепӗр кунне вӗсем Кесарие ҫитнӗ. Корнилий, хӑйӗн тӑванӗ-хурӑнташне, ҫывӑх тусӗ-йышне пуҫтарса, вӗсене кӗтсех тӑнӑ.</verse>
				<verse number="25">Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий, ӑна хирӗҫ тухса, ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ.</verse>
				<verse number="26">Петр ӑна тытса тӑратнӑ та каланӑ: тӑр; эпӗ те ҫынах, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Унпа калаҫкаласа вӑл пӳрте кӗнӗ; унта темӗн чухлӗ ҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӑл вӗсене каланӑ: иудей ҫыннине ют халӑх ҫыннипе хутӑшма та, ун патне кӗме те юраманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр; анчах пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар теме юраманнине мана Турӑ кӑтартса пачӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫавӑнпа та эпӗ чӗнсессӗнех килтӗм, турткаланса тӑмарӑм. Ӗнтӗ ыйтам-ха: эсир мана мӗн ӗҫпе чӗнсе илтӗр? тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Корнилий каланӑ: тӑватӑмкун эпӗ ҫак сехетчен типӗ тытрӑм, тӑххӑрмӗш сехетре хам пӳртӗмре кӗлтурӑм; акӑ ман умӑма ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ар пырса тӑчӗ те</verse>
				<verse number="31">каларӗ: «Корнилий! санӑн кӗллӳ илтӗнчӗ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ.</verse>
				<verse number="32">Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; вӑл тинӗс хӗрринче, сӑран тӑвакан Симон ҫуртӗнче, хӑна пулса пурӑнать; вӑл килсе сана каласа парӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="33">Эпӗ ҫийӗнчех сан патна ҫынсем ятӑм; эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине пӗтӗмпех илтесшӗн эпир халӗ пурсӑмӑр та Турӑ умӗнче тӑратпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Петр сӑмах пуҫарса каланӑ: халӗ ӗнтӗ чӑнахах пӗлтӗм: Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех,</verse>
				<verse number="35">Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="36">Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Турӑ Израиль ывӑлӗсене сӑмах янӑ: ҫак Иисус Христос — пуринӗн те Ҫӳлхуҫи.</verse>
				<verse number="37">Иоанн шыва кӗме вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулнине эсир пӗлетӗр:</verse>
				<verse number="38">Назарет Иисусне Турӑ Таса Сывлӑш та, хӑват та пачӗ, Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ, ҫавӑнпа Вӑл, ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене пурне те сыватса ҫӳрерӗ.</verse>
				<verse number="39">Вӑл Иудея ҫӗрӗнче, Иерусалимра мӗн-мӗн тунине, юлашкинчен Ӑна йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернине пурне те эпир хамӑр курнӑ.</verse>
				<verse number="40">Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ те курӑнмалла турӗ,</verse>
				<verse number="41">анчах Иисус пур халӑха та курӑнмарӗ, каласа кӑтартмашкӑн Турӑ малтанах суйласа хунӑ ҫынсене — пире, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн Унпа пӗрле ӗҫсе ҫинӗскерсене — анчах курӑнчӗ.</verse>
				<verse number="42">Вӑл пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ тата Хӑй Турӑ палӑртса хунӑ Тӳре — чӗррисенӗн те, вилнисенӗн те Тӳри — иккенне пӗлтерме хушрӗ.</verse>
				<verse number="43">Ӑна ӗненекенӗн кирек камӑн та Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ тесе, Ун ҫинчен пур пророк та каласа пӗлтернӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="44">Петр ҫак сӑмахне каласа та пӗтереймен-ха, ӑна итлесе тӑракансем ҫине пурин ҫине те Таса Сывлӑш аннӑ.</verse>
				<verse number="45">Таса Сывлӑш тивлечӗ суя тӗнлӗ ҫынсем ҫине те аннинчен Петрпа пӗрле пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ:</verse>
				<verse number="46">ӗнтӗ лешӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине, Турра мухтанине вӗсем хӑйсем илтсе тӑнӑ. Вара Петр каланӑ:</verse>
				<verse number="47">хамӑр пекех Таса Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗме кам чарма пултарӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Вара вӑл вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан вӗсем Петра хӑйсем патӗнче пӗр темиҫе кун пурӑнма тимленӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Суя тӗнлӗ ҫынсем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем те илтнӗ.</verse>
				<verse number="2">Петр Иерусалима таврӑнсан, ӳт кастарнисем ӑна ӳпкелесе каланӑ:</verse>
				<verse number="3">эсӗ ӳт кастарманнисем патне кайрӑн, вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫирӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Петр вӗсене йӗрки-йӗркипе кала пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="5">эпӗ Иоппи хулинче кӗлтуса тӑраттӑмччӗ, кӗлӗ вӑхӑтӗнче чи ҫӗкленӳллӗ самантра курӑнах кайрӗ: темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытса тӳперен антаракан сарлака пир евӗрлӗскер, ман патӑмах анчӗ;</verse>
				<verse number="6">эпӗ тимлесе пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекен чӗрчунсем тата вӗҫен кайӑксем куртӑм.</verse>
				<verse number="7">Тата хама: «Петр, тӑр та пусса ҫи» теекен сасса илтрӗм.</verse>
				<verse number="8">Вара эпӗ каларӑм: «эй Турӑ! ҫук, ҫиейместӗп: ман ҫӑварӑма нихӑҫан та ирсӗрри е тасамарри нимӗн те кӗмен» терӗм.</verse>
				<verse number="9">Сасӑ мана тӳперен тата тепӗр хут каларӗ: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мар тесе ан шутла» терӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулчӗ; унтан каллех пӗтӗмпе тӳпенелле ҫӗкленсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="11">Шӑпах ҫав сехетре эпӗ пурӑнакан ҫурт умне ман патӑма Кесарирен янӑ виҫӗ ҫын пырса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="12">Сывлӑш мана ҫавсемпе пӗрле пӗр иккӗленмесӗр кайма хушрӗ. Манпа пӗрле ҫакӑ ултӑ тӑванӑм та пычӗ; вара эпир ҫав ҫын килне ҫитрӗмӗр.</verse>
				<verse number="13">Вӑл пире хӑй пӳртӗнче Ангела курнине каласа кӑтартрӗ; Ангел пырса тӑнӑ та ӑна каланӑ: «Иоппие ҫынсем ярса, Петр теекен Симона чӗнтерсе кил;</verse>
				<verse number="14">вӑл сана калас сӑмахсем урлӑ эсӗ хӑв та ҫӑлӑнӑн, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ калаҫа пуҫласан, унччен хамӑр ҫине аннӑ пек, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш анчӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑн чухне эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне аса илтӗм, Вӑл ҫапла калатчӗ: «Иоанн шывпа тӗне кӗртрӗ, эсир Таса Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр» тетчӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те пачӗ пулсассӑн, Турра хирӗҫ пыма камах вара эпӗ? тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ та Турра мухтаса каланӑ: чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ суя тӗнлисене те ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнмелле тунӑ иккен, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн хӗсӗрлеме пуҫланине кура саланса кайнисем ҫав хушӑра Финикийӑна, Кипра, Антиохие ҫитиех ҫӳресе тухнӑ; вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен.</verse>
				<verse number="20">Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Кипр ҫыннисем, Киринея ҫыннисем пулнӑ; вӗсем Антиохие ҫитнӗ те Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен эллинсене Ырӑ Хыпар каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӳлхуҫа алли вӗсемпе пӗрле пулнӑ, ӗненсе, темӗн чухлӗ халӑх Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри ӗненекен ушкӑна хыпар ҫитнӗ те, вӗсем Варнавӑна Антиохие кайма хушнӑ.</verse>
				<verse number="23">Унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлетне курса питех те савӑннӑ, пурне те Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн пӑхӑнса пурӑнма ӳкӗтленӗ;</verse>
				<verse number="24">Варнава ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, Таса Сывлӑшпа тата ӗненӳпе хӑватлӑланнӑ ҫын пулнӑ. Ҫапла нумай халӑх Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.</verse>
				<verse number="25">Кайран Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ,</verse>
				<verse number="26">шыраса тупсассӑн ӑна Антиохие илсе пынӑ. Унта вӗсем ҫулталӑк хушши ӗненекенсен ушкӑнӗпе пуҫтарӑна-пуҫтарӑна нумай халӑха вӗрентнӗ; ӗнтӗ чи малтан Антиохири вӗренекенсене Христос ҫыннисем теме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="27">Ҫав кунсенче Иерусалимран Антиохие пророксем пынӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсенчен пӗри, Агав ятлӑскер, тӑнӑ та Таса Сывлӑш пӗлтернипе: «пӗтӗм тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх пулать» тесе малтанах каласа хунӑ; Клавдий кесарь вӑхӑтӗнче чӑнах та ҫавӑн пек пулнӑ.</verse>
				<verse number="29">Вӗренекенсем вара харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Иудейӑра пурӑнакан тӑванӗсем валли пулӑшу яма пулнӑ;</verse>
				<verse number="30">вӗсем вара ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савл урлӑ пресвитерсене парса янӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫав вӑхӑтра Ирод патша ӗненекен ушкӑнри хӑш-пӗр ҫынсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ;</verse>
				<verse number="2">ҫапла вӑл Иоанн тӑванне Иакова хӗҫпе кастарса вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫакӑ иудейсен кӑмӑлне килнине курсассӑн, вӑл Петра та ярса тытма хушнӑ; ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ;</verse>
				<verse number="4">ҫапла ӑна ярса тытнӑ та тӗрмене хупнӑ, тӑватшар салтаклӑ тӑватӑ ушкӑна ӑна черетпе хураллама хушнӑ; Ирод ӑна Пасха иртсенех халӑх умне илсе тухма шутланӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ; ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑн уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ.</verse>
				<verse number="6">Ирод Петра тӗрмерен илсе тухас тенӗ чухне ҫӗрле Петр икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленипех икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ, хуралҫӑсем тӗрме алӑкне сыхласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="7">Акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аякӗнчен тӗртсе вӑратнӑ та: тӑр часрах, тенӗ. Петр аллинчи сӑнчӑрсем ҫав самантрах хывӑнса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ангел ӑна: пилӗкне ҫых, уруна сыр, тенӗ. Вӑл ҫапла тунӑ. Унтан ӑна каланӑ: тумтирне тӑхӑн та ман хыҫӑмран пыр, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ангел мӗн туни чӑн иккенне пӗлмесӗрех Петр тухнӑ та ун хыҫӗнчен утнӑ, вӑл ӗнтӗ куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="10">Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хулана тухакан тимӗр хапха патне ҫитнӗ; хапха вӗсем умӗнче хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайнӑ; хапхаран тухсан вӗсем пӗр урамран иртнӗ ҫеҫ, сасартӑк Ангел ун патӗнчен ҫухалнӑ.</verse>
				<verse number="11">Мӗн пулнине ӑнланса илсессӗн Петр каланӑ вара: халӗ ӗнтӗ чӑн-чӑнах куртӑм: Турӑ Хӑй Ангелне ярса мана Ирод аллинчен, Иудея халӑхӗ мӗн-мӗн кӗтсе тӑнинчен хӑтарчӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакна ӑнланса илсессӗн вӑл Марк теекен Иоанӑн амӑшӗ Мария ҫурчӗ патне пынӑ; ҫавӑнта нумайӑшӗ кӗлтума пуҫтарӑннӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Петр хапхаран шаккасан, алӑк патне Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ.</verse>
				<verse number="14">Петр сассине илтсен вӑл, савӑннипе, хапхине уҫмасӑрах чупса кӗрсе, Петр хапха умӗнче тӑрать тесе пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="15">Лешӗсем ӑна: эсӗ аташмастӑн-и? тенӗ. Ку хӑйӗннех каланӑ. Вара лешӗсем: ку унӑн ангелӗ пулӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Петр пӗрмаях шаккаса тӑнӑ. Хапхине уҫсассӑн ӑна курнӑ та тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.</verse>
				<verse number="17">Петр ӗнтӗ, шӑп тӑма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ та вӗсене хӑйне Турӑ тӗрмерен епле кӑларни ҫинчен каласа панӑ, унтан: ҫакӑн ҫинчен Иаковпа тӑванӑмӑрсене пӗлтерӗр, тенӗ. Вара урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="18">Тул ҫутӑлсан, Петр ӑҫта кайса кӗнӗ-ши тесе салтаксем шуйхансах ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="19">Ирод ӑна шыраттарса тупайман та хуралҫисене сут туса вӗлерме хушнӑ. Унтан вӑл Иудейӑран Кесарие кайнӑ, вара ҫавӑнтах пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Ирод ҫавӑн чухне Тирпа Сидон ҫыннисем ҫине ҫилӗллӗ тӑнӑ; лешӗсем пӗр канаша килнӗ те ун патне пынӑ: патша вырӑнне тирпейлесе тӑракан Власта хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран хӑйсемпе килӗшӳ тума ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="21">Каласа хунӑ кун Ирод, патша тумтирӗ тӑхӑнса, ҫӳллӗ вырӑна хӑпарса ларнӑ та вӗсемпе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="22">Халӑх вара: ку — этем сасси мар, Турӑ сасси! тесе кӑшкӑрса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫавӑн чухне Ирода Турра мухтаманшӑн Ҫӳлхуҫа Ангелӗ сасартӑках хускалайми туса лартнӑ; вӑл хӑйне хурт ҫисе пӗтернипе вилнӗ.</verse>
				<verse number="24">Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ.</verse>
				<verse number="25">Хӑйсене хушса янӑ ӗҫе туса пӗтерсессӗн, Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохие таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе килнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Антиохири ӗненекен ушкӑнра ҫакӑн пек пророксемпе вӗрентекенсем пулнӑ: Варнава, Нигер теекен Симеон, Киринея ҫынни Лукий, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑракан Иродпа пӗрле вӗренсе ӳснӗ Манаил тата Савл.</verse>
				<verse number="2">Пӗррехинче, вӗсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе, типӗ тытса кӗлӗ тунӑ чухне, Таса Сывлӑш каланӑ: Эпӗ Варнавӑпа Савла пӗр ӗҫ тума чӗннӗ, вӗсене Мана ҫавӑн валли уйӑрса парӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вара типӗ тытса кӗлтунӑ хыҫҫӑн ҫав ҫынсем ҫине алӑ хурса вӗсене ӑсатса янӑ.</verse>
				<verse number="4">Варнавӑпа Савл, хӑйсене Таса Сывлӑш янӑскерсем, Селевкие ҫитнӗ, унтан карап ҫине ларса Кипра кайнӑ;</verse>
				<verse number="5">Саламина ҫитсессӗн вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче вӗрентнӗ; пулӑшса тӑма хӑйсемпе пӗрле Иоана та илсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӗтӗм утрав тӑрӑх ҫӳресе тухса Паф хулине ҫитсессӗн, вӗсем пӗр асамҫӑна, Вариисус ятлӑ иудей ҫыннине, суя пророка, тӗл пулнӑ;</verse>
				<verse number="7">вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ Сергий Павел проконсул таврашӗнчи ҫын пулнӑ. Лешӗ Турӑ сӑмахне илтесшӗн хӑй патне Варнавӑпа Савла чӗнтерсе илнӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах Елима асамҫӑ (унӑн ячӗ ҫапла куҫарӑнать), проконсул чӑн тӗн енне ан сулӑнтӑрччӗ тесе, вӗсене хирӗҫ тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Павел теекен Савл Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, ун ҫине вирлӗн пӑхса</verse>
				<verse number="10">ҫапла каланӑ: эй шуйттан ывӑлӗ, пӗтӗм тӳрӗлӗх тӑшманӗ! эсӗ тӗрлӗ ултавпа та усаллӑхпа тулса ларнӑ! Ҫӳлхуҫанӑн тӳрӗ ҫулӗнчен аташтарса яма чарӑнӑн-и?</verse>
				<verse number="11">Акӑ халӗ сана Ҫӳлхуҫа алли ҫитрӗ: эсӗ суккӑр пулӑн та пӗр вӑхӑт хӗвеле те кураймӑн, тенӗ. Ҫав самантрах лешне сӗмлӗх хупласа илнӗ, вӑл унталла та кунталла ҫаврӑнкаласа хӑйне ертсе кайма ҫын шыранӑ.</verse>
				<verse number="12">Мӗн пулса иртнине курсассӑн, тата Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтсе тӗлӗннӗскер, проконсул Турра ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="13">Павел тата унпа пӗрле ҫӳрекенсем Паф хули патӗнчен ишсе кайсан Памфили ҫӗрӗнчи Перги хулине ҫитнӗ. Иоанн вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="14">Кусем вара Пергирен тухса Писиди ҫӗрӗнчи Антиохи хулине ҫитнӗ, шӑматкун унта синагогӑна кӗрсе ларнӑ.</verse>
				<verse number="15">Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсем патне ҫапла калама ҫын янӑ: тӑван ҫыннӑмӑрсем! сирӗн халӑха вӗрентсе каламалли сӑмахӑр пулсан — калӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Павел тӑнӑ та аллипе паллӑ кӑтартса каланӑ: эй Израиль арӗсем, эй Турӑран хӑраса тӑракансем, итлӗр!</verse>
				<verse number="17">Ҫак халӑх Турри пирӗн аттемӗрсене суйласа илнӗ, Египет ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне вӗсене асла кӑларнӑ, хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан ертсе тухнӑ,</verse>
				<verse number="18">хӗрӗх ҫула яхӑн пушхирте вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ;</verse>
				<verse number="19">Ханаан ҫӗрӗнче ҫичӗ тӗрлӗ халӑха пӗтерсе, вӗсене ҫавсенӗн ҫӗрӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫапла тӑватҫӗр аллӑ ҫула яхӑн иртсе кайнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗсене тӳресем парса тӑнӑ, вара Самуил пророк вӑхӑчӗ ҫитичченех халӑха тӳресем тытса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="21">Унтан вӗсем хӑйсем валли патша ыйтнӑ та, Турӑ вӗсене Вениамин йӑхӗнчи ҫынна, Кис ывӑлне Саула, панӑ. Ҫапла пӗр хӗрӗх ҫул иртнӗ.</verse>
				<verse number="22">Саула катертсен вӗсем валли Давида патшана лартнӑ. Ун ҫинчен пӗлтерсе каланӑ: «Эпӗ Хамӑн кӑмӑлӑма килекен ҫынна — Давида, Иессей ывӑлне — тупрӑм; вӑл Эпӗ тӑвас тенине пурне те пурӑнӑҫа килтерӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Турӑ, Хӑй сӑмах панине пурӑнӑҫласа, Давид йӑхӗнчен Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="24">Вӑл килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ;</verse>
				<verse number="25">хӑй ӗҫне туса пӗтерес умӗн Иоанн каланӑ: «эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? эпӗ — Вӑл мар; акӑ ӗнтӗ ман хыҫҫӑн килет, эпӗ Унӑн ури сыррине салтма та тивӗҫлӗ мар» тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, Авраам йӑхӗн ачисем, эй сирӗн хушшӑрта Турӑран хӑраса тӑракан ҫынсем! ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ.</verse>
				<verse number="27">Иерусалим ҫыннисемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Ӑна йышӑнмарӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ, ҫапла пророксенӗн шӑматкунсерен вулакан сӑмахӗсене вырӑна кӳчӗҫ,</verse>
				<verse number="28">вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та тупаймасӑрах вӗсем Пилата Ӑна вӗлерттерме хистерӗҫ.</verse>
				<verse number="29">Ун ҫинчен ҫырнине пӗтӗмпех вырӑна кӳрсе ҫитерсен, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ.</verse>
				<verse number="30">Анчах Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ;</verse>
				<verse number="31">Хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима тухса пынӑ ҫынсене Вӑл чылай кун хушши курӑннӑ; халӗ ӗнтӗ вӗсем халӑх умӗнче Ун ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="32">Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр: Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Турӑ аттемӗрсене пама пулнине халӗ пире — вӗсенӗн ачисене — пачӗ,</verse>
				<verse number="33">ҫакӑн ҫинчен иккӗмӗш псаломра та ҫырнӑ: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="34">Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен, Вӑл ҫӗрсе каяс ҫукки ҫинчен ҫапла каланӑ: «Давида пама пулнӑ ырӑлӑхсене Эпӗ чӑнах сире парӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="35">Ҫав тӗлӗшпех тата тепӗр тӗлте те каланӑ: «Эсӗ Хӑвӑн Святойна ҫӗрме памӑн» тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Давид хӑй ӗмӗрӗнче Турӑ ирӗкне туса пурӑннӑ, унтан вилнӗ те канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ҫӗрнӗ.</verse>
				<verse number="37">Ку вара, Турӑ чӗртсе Тӑратни, ҫӗрмен.</verse>
				<verse number="38">Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫапла ӗнтӗ эсир пӗлсе тӑрӑр: сирӗн ҫылӑхӑрсем Ун урлӑ каҫарӑнассине пӗлтеретпӗр;</verse>
				<verse number="39">эсир Моисей саккунӗпе пурӑнса тӳрре тухаймарӑр пулсан, кашни ӗненекен ҫынах Ун урлӑ пур тӗлӗшпе те тӳрре тухать.</verse>
				<verse number="40">Сыхланӑр, пророксен кӗнекинче калани ан ҫиттӗр сире; унта ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="41">«эй мӑшкӑлҫӑсем, курӑр акӑ! Тӗлӗнӗр те — ҫухалӑр: сирӗн ӗмӗрте Эпӗ ҫакӑн пек ӗҫ тӑватӑп, ун ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмен те пулӑттӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="42">Вӗсем иудейсен синагогинчен тухнӑ чухне суя тӗнлӗ ҫынсем вӗсене ҫитес шӑматкун та ҫавӑн ҫинченех каласа пама ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="43">Пуху вӗҫленнӗ хыҫҫӑн темӗн чухлӗ иудей тата суя тӗнрен иудейсен тӗнне куҫнисем, Турра хисеплекенскерсем, Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле кайнӑ; лешӗсем ӗнтӗ, вӗсемпе калаҫса пырса, вӗсене Турӑ тивлетне шанса пурӑнма ӳкӗтленӗ.</verse>
				<verse number="44">Тепӗр шӑматкун пӗтӗм хули тенӗ пекех Турӑ сӑмахне итлеме пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="45">Халӑха курсассӑн иудейсем питӗ вӗчӗрхенсе ҫитнӗ те Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ.</verse>
				<verse number="46">Вара Павелпа Варнава хӑюллӑн та ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: Турӑ сӑмахне чӑн малтан сире каласа кӑтартмаллаччӗ; анчах эсир ӑна йышӑнмастӑр, хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме тивӗҫсӗр тӑватӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир суя тӗнлисене вӗрентме тытӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="47">Пире Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ: «Эпӗ Сана суя тӗнлисен ҫути турӑм, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех Эсӗ ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен пул терӗм» тенӗ.</verse>
				<verse number="48">Ҫакна илтсен суя тӗнлӗ ҫынсем савӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне мухтанӑ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме малтанах пӳрнисем пурте ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="49">Ҫапла Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пӗтӗм ҫӗршыва сарӑлса пынӑ.</verse>
				<verse number="50">Анчах та иудейсем чаплӑ кил-йышри хӗрарӑмсене — Турра ӗненекенскерсене, хисеплӗскерсене — тата хулари паллӑ ҫынсене хӗтӗртнӗ те Павелпа Варнавӑна хӗсӗрле пуҫланӑ, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ.</verse>
				<verse number="51">Кусем ӗнтӗ ури ҫумӗнчи тусана вӗсем еннелле силлесе хӑварнӑ та Иконие ҫул тытнӑ.</verse>
				<verse number="52">Вӗренекенсем вара пӗтӗм чун-чӗререн савӑннӑ, вӗсем Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пынӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Иконире те Павелпа Варнава иудейсен синагогине кӗнӗ, унта вӗсем питӗ витӗмлӗн вӗрентнӗ; ҫавӑнпа темӗн чухлӗ иудей, темӗн чухлӗ эллин Турра ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="2">Ӗненмен иудейсем вара, суя тӗнлисенӗн чӗрисене хаярлатса, ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫапах та вӗсем унта чылайчченех пурӑннӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫинчен хӑюллӑн вӗрентнӗ, Вӑл, Хӑйӗн тивлечӗ ҫинчен вӗсем тӗрӗс каланине кӑтартса, вӗсен аллипе паллӑсем, хӑватсем тунӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икӗ пая уйӑрӑлнӑ: хӑшӗсем иудейсем майлӑ, хӑшӗсем апостолсем майлӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Суя тӗнлӗ ҫынсемпе иудейсем хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле Павелпа Варнавӑна тытса чулпа персе вӗлерме каварлашнӑ,</verse>
				<verse number="6">ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, кусем || Ликаони ҫӗрне тарнӑ, унта Листра хулипе Дерви хулинче тата вӗсен таврашӗнче</verse>
				<verse number="7">Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="8">Листрӑра ури утайман пӗр ҫын пулнӑ; ҫуралассах утайми ҫуралнӑскер, вӑл ларма ҫеҫ пултарнӑ, нихӑҫан та утса курман.</verse>
				<verse number="9">Вӑл Павел каланине итлесе ларнӑ. Павел ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ те, вӑл хӑй сывалмалӑх ӗненнине курса,</verse>
				<verse number="10">хытӑ сасӑпа каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана: уру ҫине тӳррӗн тӑр! тенӗ. Лешӗ ҫав самантрах сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="11">Павел мӗн тунине курсассӑн халӑх ликаонла калаҫса, хыттӑн: турӑсем этем евӗрлӗ пулса пирӗн пата анчӗҫ! тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара вӗсем Варнавӑна Зевс тенӗ; питӗ ӑста калаҫнӑран Павела Гермес тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Хӑйсен хули умӗнче ларакан Зевс кӗлеткин апӑсӗ вара, вӗсене халӑхпа пӗрле парне кӳрес тесе, хапха патне вӑкӑрсем, чечек ҫыххисем илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавна илтсен Варнавӑпа Павел апостол хӑйсен ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса халӑх хушшине вирхӗнсе кӗнӗ те хытӑ сасӑпа каланӑ:</verse>
				<verse number="15">эй арсем! мӗн тӑватӑр эсир капла? Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех; эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне, тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, вӗсенче мӗн пуррине пултарнӑ Чӗрӗ Турӑ енне, ҫавӑрасшӑн Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр;</verse>
				<verse number="16">Вӑл халӑхсен унчченхи тӑхӑмӗсене харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме чарман,</verse>
				<verse number="17">ҫавах та Вӑл пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫапла каласа, вӗсем хӑйсене чысласа парне кӳме хатӗрленнӗ халӑха аран-аран тытса чарнӑ.</verse>
				<verse number="19">Каярахпа Антиохипе Иконирен иудейсем килнӗ те, халӑха апостолсене хирӗҫ хӗтӗртсе, Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна ӗнтӗ хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсассӑн, вӑл тӑнӑ та хулана таврӑннӑ; тепӗр кунне вара Варнавӑпа пӗрле Дерви хулине тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, нумайӑшне Иисуса ӗненекен туса, вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла таврӑннӑ,</verse>
				<verse number="22">пур ҫӗрте те вӗренекенсен чунне вӑй-хал парса, вӗсене чӑн тӗнпе ҫирӗп ӗненме ӳкӗтленӗ: «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» тесе вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем кашни ӗненекен ушкӑн валли алӑ хурса пресвитер лартнӑ, унтан типӗ тытса кӗлтунӑ та лешӗсене хӑйсем ӗненекен Ҫӳлхуҫа аллине парса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="24">Унтан Писиди урлӑ тухса Памфилие ҫитнӗ;</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа сӑмахне Пергире вӗрентсе ҫӳресен Атталие аннӑ;</verse>
				<verse number="26">Атталирен вӗсем шывпа ишсе каялла Антиохие кайнӑ — халӗ туса пӗтернӗ ӗҫне тумашкӑн вӗсем ӗнтӗ Турӑ тивлетне шанса шӑпах ҫакӑнтан тухса кайнӑ пулнӑ.</verse>
				<verse number="27">Антиохие ҫитсессӗн вӗсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ вӗсем урлӑ мӗн-мӗн тунине тата Вӑл суя тӗнлисем валли чӑн тӗн алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="28">Вӗренекенсемпе пӗрле вӗсем унта чылай вӑхӑтах пурӑннӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Иудейӑран пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: Моисей йӑлипе ӳтӗре кастармасан ҫӑлӑнма пултараймастӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Павелпа Варнава вӗсемпе хытӑ тавлашнӑ, вӗсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ, вара ҫав ӗҫ пирки Павелпа Варнавӑна тата хӑш-пӗр ӗненекенсене Иерусалима апостолсемпе пресвитерсем патне яма шутланӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫапла вара ӗненекен ушкӑн вӗсене ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикийӑпа Самари тӑрӑх кайнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсем Христос енне ҫаврӑннине кала-кала кӑтартса, пур ӗненекен тӑвана та питӗ савӑнтарнӑ.</verse>
				<verse number="4">Иерусалима пырса ҫитсессӗн вӗсене унти ӗненекен ушкӑн та, апостолсемпе пресвитерсем те хапӑл тунӑ; вӗсем вара хӑйсем урлӑ Турӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл суя тӗнлӗ ҫынсем валли ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн чухне фарисейсен ушкӑнӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем, ӗнтӗ ӗненекенсем, хирӗҫ тӑрса каланӑ: суя тӗнлисен ӳтне касас пулать, вӗсене Моисей саккунне тытса тӑма хушмалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Апостолсемпе пресвитерсем ҫак ӗҫе татса пама пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="7">Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: Евангели сӑмахне суя тӗнлӗ ҫынсем ман чӗлхе-ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ малтанхи кунсенчех хамӑр хушшӑмӑртан мана суйласа илчӗ.</verse>
				<verse number="8">Этем чӗрине пӗлсе тӑракан Турӑ пире панӑ пек, вӗсене те Таса Сывлӑш парса, вӗсене Хӑй кӑмӑл тунине пӗлтерчӗ;</verse>
				<verse number="9">Вӑл пирӗнпе вӗсен хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та курмасть, мӗншӗн тесессӗн вӗсен чӗрине ӗненӳпе тасатрӗ.</verse>
				<verse number="10">Аттемӗрсем те, эпир хамӑр та йӑтма пултарайман сӳсмене вӗренекенсен мӑйне тӑхӑнтартасшӑн пулса, эсир халӗ мӗншӗн Турра сӑнатӑр?</verse>
				<verse number="11">Эпир Иисус Христос Ҫӳлхуҫа тивлечӗпе ҫӑлӑнатпӑр тесе ӗненсе тӑратпӑр, вӗсем те ҫавӑн пекех ҫӑлӑнӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ, Варнавӑпа Павела итлесе тӑнӑ — вӗсем суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче Турӑ хӑйсем урлӑ мӗнле паллӑсем, хӑватсем туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсем калаҫма чарӑнсан, Иаков калама пуҫланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! мана итлӗр-ха:</verse>
				<verse number="14">Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах шутласа хунине пире Симон каласа ӑнлантарчӗ;</verse>
				<verse number="15">пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗре килеҫҫӗ, унта ҫапла ҫырнӑ:</verse>
				<verse number="16">«Ыттисем те, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсем те пурте Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнччӑр тесе, Эпӗ кайран каялла таврӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, унта мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна унчченхи евӗрлех туса ҫитерӗп» тет ҫакӑн ҫинчен ӗлӗкех пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="17"></verse>
				<verse number="18"></verse>
				<verse number="19">Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ енне ҫаврӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсене кансӗрлемелле мар тетӗп.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем патне ҫыру ҫырса ярас: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, аскӑнлӑхран, пӑвса вӗлернинчен, юн ҫиесрен сыхланччӑр, тата хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр:</verse>
				<verse number="21">Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтанпах кашни хуларах пур, ӑна синагогӑсенче шӑматкунсерен вулаҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗнпур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле канаш тунӑ та, хӑйсем хушшинчен ҫынсем суйласа, вӗсене Павелпа Варнавӑпа пӗрле Антиохие яма шутланӑ, акӑ ҫаксене суйласа илнӗ: Варсава теекен Иудӑна тата Силана — тӑвансем хушшинче вӗсем пуҫ пулса тӑракан ҫынсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ;</verse>
				<verse number="25">ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр;</verse>
				<verse number="26">Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем.</verse>
				<verse number="27">Ҫапла ӗнтӗ эпир сирӗн патӑра Иудӑпа Силана ятӑмӑр; вӗсем сире ҫакна сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ:</verse>
				<verse number="28">Таса Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине чи кирлисӗр пуҫне урӑх ҫӗклем хурасшӑн мар,</verse>
				<verse number="29">сирӗн йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланмалла, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫапла туса тӑрсассӑн эсир тӗрӗс тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».</verse>
				<verse number="30">Антиохие янӑ ҫынсем ҫитнӗ те, халӑха пуҫтарса, ҫырӑвне вӗсене панӑ.</verse>
				<verse number="31">Лешӗсем ӗнтӗ вуласа пӑхнӑ та ҫапла вӗрентсе янӑшӑн питӗ савӑннӑ.</verse>
				<verse number="32">Иудӑпа Сила, хӑйсем те пророк пулнӑ май, тӑвансене нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсене йӑлтах ӗнентернӗ.</verse>
				<verse number="33">Унта пӗр вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑвансем вӗсене канӑҫлӑх сунса апостолсем патне ӑсатса янӑ.</verse>
				<verse number="34">Анчах та Сила ҫавӑнтах юлма шухӑш тытнӑ. (Иуда вара Иерусалима таврӑннӑ.)</verse>
				<verse number="35">Павелпа Варнава ӗнтӗ Антиохире юлнӑ; унта вӗсем ытти чылай ҫынпа пӗрле Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе, Ырӑ Хыпар сарса пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="36">Пӗр вӑхӑт пурӑнсан Павел Варнавӑна каланӑ: атя-ха хамӑр унччен Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ пур хулана та тӑванӑмӑрсем патне ҫитсе курар — вӗсем епле пурӑнаҫҫӗ-ши, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе каясшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="38">Анчах та Павел ӑна илесшӗн пулман: Марк, унччен вӗсенчен Памфилире уйӑрӑлса юлса, хӑйсене хушса янӑ ӗҫе тума вӗсемпе пӗрле пыман.</verse>
				<verse number="39">Ҫавна пула тавлашу тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ; Варнава Марка илнӗ те шывпа ишсе Кипра кайнӑ;</verse>
				<verse number="40">Павел хӑй валли Силана суйласа илнӗ; тӑвансем ӑна, Турӑ тивлетне шанса, ҫула кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="41">Вӑл вара, Сирипе Килики тӑрӑх кайса, ӗненекен ушкӑнсене тӗреклӗлентерсе ҫӳренӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Вӑл Дервипе Листрӑна ҫитнӗ. Унта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пулнӑ; унӑн амӑшӗ ӗненекен иудей ҫынни, ашшӗ эллин пулнӑ;</verse>
				<verse number="2">ун ҫинчен Листрӑпа Иконири тӑвансем ырӑласа калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="3">Павел ӑна хӑйпе пӗрле илсе каясшӑн пулнӑ; хӑй патне илсен, ҫав ҫӗрте пурӑнакан иудейсен кӑмӑлӗшӗн унӑн ӳтне каснӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн ашшӗ эллин пулнине пурте пӗлсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="4">Хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗсем ӗненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимра хунӑ йӗркесене тытса тӑма вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӗненекен ушкӑнсем ҫапла тӗн тӗлӗшӗнчен тӗреклӗленсе пынӑ, куллен-кун йышлӑланнӑ.</verse>
				<verse number="6">Таса Сывлӑш вӗсене Турӑ сӑмахне Асийӑра вӗрентсе ҫӳреме паман, ҫавӑнпа вӗсем Фриги ҫӗрӗпе Галати ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ.</verse>
				<verse number="7">Мисия патне ҫитсессӗн, вӗсем Вифиние каяс шухӑш тытнӑ, анчах Таса Сывлӑш вӗсене унта яман.</verse>
				<verse number="8">Мисияран пӑрӑнса иртсе вӗсем Троадӑна аннӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӗрле Павела пӗр Македони ҫынни пырса тӑнӑ пек курӑннӑ, ҫавӑ ӑна йӑлӑнса каланӑ: «Македоние пырса пире пулӑшсам» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла курӑннӑ хыҫҫӑнах эпир Македоние кайма шутларӑмӑр: Ҫӳлхуҫа пире унта вӗрентсе ҫӳреме чӗнет пулӗ терӗмӗр.</verse>
				<verse number="11">Вара Троадӑран тухса кайса, эпир тӳрех Самофракийӑна пытӑмӑр, тепӗр кунне Неаполе ҫитрӗмӗр,</verse>
				<verse number="12">кунтан Филиппӑна кайрӑмӑр: вӑл — Македонин пӗрремӗш пайӗнчи хула, Римран куҫса ларнӑ ҫынсен хули. Ҫак хулара эпир темиҫе кун пурӑнтӑмӑр.</verse>
				<verse number="13">Шӑматкун эпир хула тулашне, шыв хӗррине, тухрӑмӑр; унта, ытти ҫӗрти пекех, кӗлӗ ҫурчӗ пурччӗ; пырса ларсан, унта пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе калаҫа пуҫларӑмӑр.</verse>
				<verse number="14">Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр арӑм итлесе тӑчӗ; вӑл Турра хисеплекенскерччӗ, хӗрхӗлтӗм пир сутса пурӑнатчӗ; Ҫӳлхуҫа, унӑн чӗрине уҫса, Павел мӗн каланине ӑнланмалла турӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те тӗне кӗрсессӗн, вӑл пире тимлесех каларӗ: эсир мана Ҫӳлхуҫана тӗрӗс ӗненекен вырӑнне хуратӑр пулсан, ман ҫуртӑма кӗрсе, ман патӑмра пурӑнӑр, терӗ. Ҫапла пире ӳкӗте кӗртрӗ.</verse>
				<verse number="16">Пӗррехинче, эпир кӗлӗ ҫуртне кайнӑ чухне, мӗн пулассине калаттаракан усал ернӗ хӗрарӑм тарҫӑ тӗл пулчӗ; мӗн пулассине каласа панипе вӑл хуҫисене нумай тупӑш кӳрсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Павелпа пирӗн хыҫҫӑн утса пынӑҫемӗн вӑл кӑшкӑрса пычӗ: ку ҫынсем — Ҫӳлти Туррӑн чурисем! вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулне пӗлтереҫҫӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл нумай кун хушши ҫапла турӗ. Павел ҫилленсе ҫитрӗ те ҫаврӑнса пӑхса усал сывлӑша каларӗ: Иисус Христос ячӗпе сана ун ӑшӗнчен тухма хушатӑп, терӗ. Сывлӑш ҫав самантрах тухса кайрӗ.</verse>
				<verse number="19">Вара ҫав хӗрарӑм тарҫӑн хуҫисем, тупӑш тума шанӑҫ пӗтнине курса, Павелпа Силана тытрӗҫ те халӑх пуҫтарӑнакан ҫӗре пуҫлӑхсем патне сӗтӗрсе кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырса каларӗҫ: ҫак ҫынсем иудейсем пулнӑ май пирӗн хулана пӑтратса ҫӳреҫҫӗ,</verse>
				<verse number="21">пире, Рим ҫыннисене, йышӑнма та, пурӑнӑҫлама та юраман йӑласене вӗрентеҫҫӗ, терӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Халӑх та вӗсене хирӗҫ тӑчӗ, хула пуҫлӑхӗсем вара, вӗсен ҫийӗнчен тумтирне сӳсе илсе, вӗсене патакпа хӗнеме хушрӗҫ,</verse>
				<verse number="23">хаяррӑн хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, тӗрме хуралҫине вӗсене хытӑ сыхлама хушрӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Лешӗ, мӗн хушнине итлесе, вӗсене шалти тӗрменех хупнӑ, урисене каска тӑхӑнтартса ҫапса лартнӑ.</verse>
				<verse number="25">Павелпа Сила ҫӗр варринче кӗлтуса, Турра мухтаса юрланӑ; тӗрмере ларакансем ӗнтӗ вӗсене итленӗ.</verse>
				<verse number="26">Сасартӑк ҫӗр питӗ вӑйлӑн чӗтресе кайнӑ та, тӗрме тӗпӗ-йӗрӗпе кисреннӗ; ҫав самантрах пур алӑк та уҫӑлса кайнӑ, пурин те тимӗрленӗ тимӗрӗсем пушаннӑ.</verse>
				<verse number="27">Тӗрме хуралҫи вӑраннӑ та, тӗрме алӑкӗсем уҫӑ тӑнине курса, хупнӑ ҫынсем тарса пӗтнӗ пулӗ тесе, хӗҫне туртса кӑларса хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="28">Анчах та Павел хыттӑн кӑшкӑрса ярса каланӑ: хӑвна ху нимӗн усал та ан ту, эпир пурсӑмӑр та кунтах! тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Тӗрме хуралҫи ӗнтӗ ҫутӑ ыйтса илнӗ те тӗрмене чупса кӗнӗ, чӗтрекенскер, Павелпа Сила умне ӳкнӗ;</verse>
				<verse number="30">унтан вӗсене ертсе тухса каланӑ: эй аслӑ ҫыннӑмсем! ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тӑвас? тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Вӗсем каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫана ӗнен, вара эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Унтан ӑна хӑйне те, ун килӗнчи пур ҫынна та Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="33">Вӑл вӗсене ҫӗрле ҫав сехетрех тӗрмерен илсе тухнӑ та суранӗсене ҫуса тасатнӑ; унтан хӑй те, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те ҫийӗнчех тӗне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="34">Унтан вӗсене хӑй килне илсе кӗрсе апат ҫитернӗ, Турра ӗненме пуҫланӑшӑн хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе тем пекех савӑннӑ.</verse>
				<verse number="35">Тул ҫутӑлсан хула пуҫлӑхӗсем ун патне хула тарҫисене янӑ: «ҫав ҫынсене кӑларса яр» теме хушнӑ.</verse>
				<verse number="36">Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та ыррӑн-сыввӑн кайӑрах, тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Анчах та Павел вӗсене каланӑ: пире, Рим халӑхӗ шутӗнчи ҫынсене, сутсӑрах пӗтӗм халӑх умӗнче хӗнесе тӗрмене хупрӗҫ те халӗ вӑрттӑн кӑларса яраҫҫӗ-и? ҫук, килччӗр те пире хӑйсем кӑларччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="38">Хула тарҫисем ҫак сӑмахсене хула пуҫлӑхӗсене каласа панӑ та, лешӗсем, Павелпа Сила Рим халӑхӗ шутӗнчи ҫынсем тенине илтсен, хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="39">Вара пынӑ та вӗсенчен каҫару ыйтнӑ; тӗрмерен илсе тухсан вӗсене хуларан кайма йӑлӑннӑ.</verse>
				<verse number="40">Тӗрмерен тухсан вӗсем Лидия патне кӗнӗ, унта тӑвансемпе тӗл пулса вӗсене хавхалантарса хӑварнӑ та унтан ҫула тухнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Амфиполь хулипе Аполлони хули витӗр кайса, вӗсем Фессалоникӑна ҫитнӗ; унта иудейсен синагоги пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Яланхи пекех, Павел вӗсем патне пынӑ; вӗсемпе виҫӗ шӑматкун калаҫнӑ,</verse>
				<verse number="3">Христос асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса ӑнлантарнӑ, «ҫав Христос ӗнтӗ Иисус пулать, эпӗ сире халӗ Ун ҫинчен каласа паратӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗненнӗ те Павелпа Сила енне ҫаврӑннӑ, вӗсен енне тата пӗртен-пӗр Турра хисеплекен эллинсем те питӗ нумаййӑн ҫаврӑннӑ, вӗсен енне куҫнисем хушшинче ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем те сахал мар пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ӗненмен иудейсем кӗвӗҫе пуҫланӑ; урамри ҫапкаланчӑк ҫынсене ертнӗ те ушкӑнӗпе пухӑнса хулари халӑха пӑлхатса ҫӳренӗ; апостолсене халӑх умне илсе тухасшӑн вӗсем ӗнтӗ Иасон килне ҫӗмӗрсе кӗнӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсене тупайман та вара Иасонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, хӑйсем ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: ҫак ҫынсем, пӗтӗм тӗнчипе пӑлхатса ҫӳрекенскерсем, кунта та килнӗ,</verse>
				<verse number="7">Иасон вӗсене хӑй патне кӗртнӗ, вӗсем пурте кесарь вырӑнне урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ, кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫакна илтсессӗн халӑх та, хула пуҫлӑхӗсем те шикленсе ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="9">Пуҫлӑхсем ӗнтӗ Иасонпа ыттисенчен саклат илнӗ те вӗсене кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="10">Тӑвансем вара васкасах Павелпа Силана ҫӗрле Верия хулине ӑсатса янӑ; унта ҫитсессӗн вӗсем иудейсен синагогине кайнӑ.</verse>
				<verse number="11">Верия ҫыннисем Фессалоника ҫыннисенчен уҫӑ кӑмӑллӑрах пулнӑ: ку чӑнах ҫапла-ши тесе, Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса вӗсем Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсенчен нумайӑшӗ ӗненнӗ, вӗсем хушшинче эллинсен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмӗсем те, арҫыннисем те чылаях пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Павел Верияра та Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн, Фессалоникӑри иудейсем унта та пырса халӑха хӗтӗртсе, пӑлхатса ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="14">Тӑвансем вара Павела ҫийӗнчех тинӗс хӗррине ӑсатса янӑ; Силапа Тимофей ҫавӑнтах юлнӑ.</verse>
				<verse number="15">Павела ӑсатма кайнисем ӑна Афинӑнах ҫитернӗ, унтан вӗсем каялла кайнӑ. Силапа Тимофее Павел хӑвӑртрах хӑй патне килме хушса янӑ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсене кӗтсе Афинӑра пурӑннӑ чухне хула тулли суя турӑсен кӗлетки ларнине курса Павелӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл ӗнтӗ синагогӑра иудейсемпе тата пӗртен-пӗр Турра хисеплекен ҫынсемпе калаҫнӑ, тата куллен-кунах пасар патӗнче иртен-ҫӳренпе калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="18">Эпикур майлӑ философсем тата стоиксен философӗсем хӑшӗ-пӗрисем унпа тавлашма тытӑннӑ; пӗрисем: «ку сӳпӗлти мӗн каласшӑн-ши?» тенӗ; тепӗрисем: «вӑл ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас» тенӗ; Павел вара вӗсене Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="19">Ӑна ӗнтӗ Ареопага илсе пынӑ, унтан ыйта пуҫланӑ: ҫак эсӗ каласа паракан ҫӗнӗ вӗрентӳ мӗн иккенне эпир пӗлейӗпӗр-ши?</verse>
				<verse number="20">Эсӗ пирӗн хӑлхана темӗнле сейӗрле сӑмахсем кӗртетӗн-ха. Ҫавӑнпа пирӗн пӗлес килет — мӗн япала ку? тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Афинӑ ҫыннисем те, вӗсем патӗнче пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисем те пурте хӑйсен вӑхӑтне пуринчен ытла мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫса-итлесе ирттерме кӑмӑлланӑ.</verse>
				<verse number="22">Павел ӗнтӗ Ареопаг умне тӑрса каланӑ: эй Афинӑ ҫыннисем! эсир нумай турра хисеплени мана пур енчен те курӑнать:</verse>
				<verse number="23">эсир пуҫҫапакан вырӑнсене курса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр парне вырӑнӗ куртӑм, ун ҫине: «Пӗлмен Турӑ валли» тесе ҫырса хунӑ. Эпӗ ӗнтӗ сире шӑпах Ҫавӑн ҫинчен, эсир хӑвӑр пӗлмесӗрех хисеплекен Турӑ ҫинчен, вӗрентетӗп.</verse>
				<verse number="24">Тӗнчене, тӗнчере мӗн пуррине пурне те пултарнӑ Турӑ, тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи, Вӑл алӑпа тунӑ ҫуртсенче пурӑнмасть.</verse>
				<verse number="25">Этем алли Ун валли мӗн тума пултарайтӑр? Унӑн мӗн ҫитменни ҫук, Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать.</verse>
				<verse number="26">Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнтармашкӑн Вӑл мӗнпур этем йӑхне пӗр юнран ӗрчетсе янӑ, вӗсем пурӑнас вӑхӑта, вырӑна малтанах палӑртса хунӑ;</verse>
				<verse number="27">ҫакна Вӑл ҫынсем Турра шыраччӑр, алӑ сӗмӗпе те пулин Ун патнелле кайччӑр, тупчӑр Ӑна тесе тунӑ — Вӑл пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех:</verse>
				<verse number="28">эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр; сирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫӑрсем те: «эпир — Унӑн йӑхӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Ҫапла ӗнтӗ Турӑ йӑхӗ пулнӑ тӑркач эпир Турӑ ҫинчен Вӑл этем ӑсталаса тунӑ, этем шухӑшласа кӑларнӑ евӗрлӗскер, ылтӑнран е кӗмӗлтен, е чулран тунӑскер тесе шухӑшламалла мар.</verse>
				<verse number="30">Ҫапла ӗнтӗ, пӗлмесӗр пурӑннӑ вӑхӑтсене ирттерсе ярса, Турӑ халӗ пур ҫӗрте те пурне те ӳкӗнме хушать:</verse>
				<verse number="31">Вӑл ӗнтӗ Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума кун палӑртнӑ; ҫавна пурне те пӗлтерсе хума Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тенӗ Павел.</verse>
				<verse number="32">Вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен илтсессӗн, хӑшӗ-пӗрисем тӑрӑхласа кулнӑ, тепӗрисем тата: ҫакӑн ҫинчен эпир сана тепӗр чухне итлӗпӗр-ха, тенӗ.</verse>
				<verse number="33">Павел ӗнтӗ вӗсем патӗнчен тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="34">Ҫавах та хӑш-пӗр ҫынсем Павел майлӑ пулса Турра ӗненнӗ; вӗсем хушшинче Ареопаг ҫынни Дионисий, Дамарь ятлӑ хӗрарӑм пулнӑ; вӗсемпе пӗрле ыттисем те пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн Павел Афинӑран кайса Коринфа ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="2">Унта вӑл Понт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ Акила ятлӑ пӗр иудее тата унӑн арӑмне Прискиллӑна тӗл пулнӑ. Вӗсем нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Клавдий кесарь иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ. Павел вӗсем патне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсенӗн ӗҫӗ пӗре килнӗрен Павел вӗсем патӗнче чарӑннӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Шӑмакунсерен Павел синагогӑра калаҫнӑ, иудейсемпе эллинсене ҫине тӑрсах ӳкӗтленӗ.</verse>
				<verse number="5">Македонирен Силапа Тимофей ҫитсессӑн вара, Павел, иудейсене вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑнса, Иисус ҫинчен Вӑл Христос иккенне уҫҫӑн кӑтарта-кӑтарта панӑ.</verse>
				<verse number="6">Анчах та лешӗсем хирӗҫ тӑнӑран, усал сӑмахсемпе хӑртнӑран вӑл, хӑйӗн тумтирне силлесе, каланӑ вӗсене: сирӗн юнӑр — хӑвӑр пуҫӑр ҫинче; эпӗ таса; паянтан вара суя тӗнлисем патне каятӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ӗнтӗ унтан кайнӑ та Ҫӳлхуҫана хисеплесе тӑракан Иуст ятлӑ пӗр ҫын патне пынӑ; унӑн ҫурчӗ синагогӑпа юнашар пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Синагога пуҫлӑхӗ Крисп хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ; Ырӑ Хыпар илтсе, Коринф ҫыннисем те нумайӑшӗ ӗненнӗ те тӗне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="9">Павела ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: ан хӑра, кала, калама ан чарӑн:</verse>
				<verse number="10">Эпӗ санпала пӗрле, сана никам та усал тӑваймӗ — ку хулара Манӑн ҫыннӑм нумай, тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Павел вара Коринфра ҫулталӑк та ултӑ уйӑх вӗсене Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="12">Анчах та Ахаи проконсулӗ Галлион пулнӑ вӑхӑтра иудейсем, пӗр канашлӑ пулса, Павела ярса тытнӑ та сут умне илсе пырса:</verse>
				<verse number="13">вӑл ҫынсене Турра мӗнле хисеплемеллине саккунри пек вӗрентмест, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Павел ҫӑвар та уҫма ӗлкӗреймен-ха, Галлион иудейсене ҫапла каланӑ: эй иудейсем! калаҫу пӗр-пӗр киревсӗр ӗҫ ҫинчен е усал ӗҫ ҫинчен пулсан, манӑн сире итлесе пӑхма сӑлтав пулӗччӗ;</verse>
				<verse number="15">анчах та сӑмахсем ҫинчен, ятсем ҫинчен, хӑвӑр саккунӑр ҫинчен тавлашатӑр пулсассӑн, хӑвӑрах татса парӑр, эпӗ ку тӗлӗшпе тӳре пулмастӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Лешӗсене ӗнтӗ сут тӑвакан ҫӗртен хӑваласа кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вара пурте синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та ӑна сут тӑвакан ҫурт умӗнчех хӗненӗ; Галлион ҫакӑншӑн пачах та пӑшӑрханман.</verse>
				<verse number="18">Унта тата чылай кун пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, Турра сӑмах панипе, Кенхрейӑра ҫӳҫне кастарнӑ та, тӑвансенчен уйӑрӑлса, шывпа ишсе Сирие кайнӑ, унпа пӗрле Акилӑпа Прискилла та пынӑ.</verse>
				<verse number="19">Эфес хулине ҫитсессӗн, Павел вӗсене ҫавӑнта хӑварнӑ та, хӑй синагогӑна кӗрсе, иудейсемпе калаҫа пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="20">Вӗсем ӑна хӑйсем патӗнче ытларах пурӑнма тимленӗ, анчах та вӑл килӗшмен,</verse>
				<verse number="21">вӗсемпе уйӑрӑлнӑ чухне каланӑ: ҫывӑхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах ирттермелле; Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра татах килӗп-ха, тенӗ. Вара Эфесран тухса кайнӑ (Акилӑпа Прискилла Эфесрах юлнӑ).</verse>
				<verse number="22">Кесарире анса юлнӑ хыҫҫӑн вӑл Иерусалима пынӑ; унта ӗненекен ушкӑнпа курӑнӑҫнӑ та Антиохие кайнӑ.</verse>
				<verse number="23">Унта пӑртакҫӑ пурӑнсассӑн каллех ҫула тухнӑ, Галатипе Фриги ҫӗрӗсем тӑрӑх йӗркипе пырса, пур вӗренекене те тӗреклӗлентерсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="24">Эфеса пӗр иудей — Аполлос ятлӑскер, Александрийӑра ҫуралнӑскер — пынӑ; вӑл питех те ӑста калаҫакан, Турӑ Ҫырӑвне тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшне вӗреннӗ ҫын пулнӑ; Иоанн шыва кӗртнине ҫеҫ пӗлнӗ пулсан та, вӑл, чунтан тӑрӑшса, Ҫӳлхуҫа ҫинчен тӗрӗс вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӑл синагогӑра питӗ хӑюллӑн вӗренте пуҫланӑ. Акилӑпа Прискилла вӑл вӗрентнине илтнӗ те ӑна хӑйсем патне чӗнсе кӗртсе Ҫӳлхуҫа ҫулне тата тӗплӗрех ӑнлантарса панӑ.</verse>
				<verse number="27">Аполлос Ахаие кайма шухӑш тытсассӑн, тӑвансем унти вӗренекенсем патне хыпар янӑ, вӗсене ӑна хапӑл тума ӳкӗтленӗ; унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненме пуҫланисене нумай пулӑшнӑ,</verse>
				<verse number="28">Иисус чӑн Христос иккенне Ҫырури сӑмахсемпе кӑтартса парса, вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр чӗнейми тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел тури ҫӗрсене ҫӳресе тухса Эфеса пынӑ; унта хӑш-пӗр вӗренекене тӗл пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл вӗсене каланӑ: ӗненме пуҫласассӑн сирӗн ҫине Таса Сывлӑш анчӗ-и? тенӗ. Вӗсем ӑна: эпир Таса Сывлӑш пур тенине те илтмен, тенӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӑл вӗсене каланӑ: эсир шыва епле кӗтӗр? тенӗ. Вӗсем ӑна: Иоанн вӗрентнӗ пек кӗтӗмӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Павел каланӑ: Иоанн ҫынсене хӑй хыҫӗнчен Килекене, Христос Иисуса, ӗненме ӳкӗтлесе, ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакна илтсессӗн вӗсем Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="6">Павел вӗсем ҫине аллине хурсассӑн, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш аннӑ та, вӗсем урӑхла чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ, пророкла та калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем мӗнпурӗ вуникӗ ҫынна яхӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="8">Павел синагогӑна пыра-пыра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗр хӑрамасӑр виҫӗ уйӑх вӗрентнӗ, хӑй вӗрентни тӗрӗс пулнине ӗнентермеллех каланӑ.</verse>
				<verse number="9">Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен, вӗсем халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа ҫулне хурланӑ; ҫавӑнпа Павел вӗренекенсене уйӑрса илнӗ те вӗсем патӗнчен кайнӑ, вара кулленех Тиранн ятлӑ пӗр ҫыннӑн шкулӗнче вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="10">Икӗ ҫул хушши ҫапла пулнӑ, ӗнтӗ Асийӑра пурӑнакан ҫынсем пурте — иудейсем те, эллинсем те — Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтнӗ.</verse>
				<verse number="11">Павел аллипе Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ:</verse>
				<verse number="12">чирлӗ ҫынсем ҫине Павел ҫийӗнчи тутӑра, пилӗк ҫыххине хурсан, вӗсем чирӗсенчен сывалнӑ, усал сывлӑшсем те вӗсен ӑшӗнчен туха-туха кайнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ӗнтӗ вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен хӑш-пӗр вӗрӳҫӗ иудейсем те усал ернӗ ҫынсенчен усал сывлӑшсене хӑваланӑ чухне Иисус Ҫӳлхуҫа ятне асӑна пуҫланӑ: «Павел пӗлтерекен Иисуса асӑнса хӑвалатпӑр сире» тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Иудейсен Скева ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ те ҫапла хӑтланнӑ.</verse>
				<verse number="15">Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: Иисуса эпӗ пӗлетӗп, Павела та паллатӑп, эсир камсем? тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вара ӑшӗнче усал сывлӑш пур ҫын вӗсем ҫине хаяррӑн сиксе ларнӑ та вӗсене пурне те парӑнтарнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, хӗнесе-ватса пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Эфесра пурӑнакан иудейсемпе эллинсем пурте ҫакна пӗлнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вара Иисус Ҫӳлхуҫа ятне мухтама пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="18">Ӗненекенсем нумайӑшӗ пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пытармасӑр, уҫҫӑнах каласа кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="19">Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ; ҫав кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ та — вӗсем аллӑ пин драхма тӑнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫав тери хӑватлӑланса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ.</verse>
				<verse number="21">Ҫав ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел ӗнтӗ Македонипе Ахаи витӗр тухса Иерусалима кайма шутланӑ; вӑл: Иерусалимра пулнӑ хыҫҫӑн манӑн Рима та ҫитсе курмалла, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Унтан вӑл хӑйне пулӑшса тӑракансенчен иккӗшне, Тимофейпе Ераста, Македоние янӑ та хӑй пӗр вӑхӑта Асийӑра юлнӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа ҫулне хирӗҫ пысӑк пӑлхав тухнӑ.</verse>
				<verse number="24">Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер,</verse>
				<verse number="25">ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр;</verse>
				<verse number="26">акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ.</verse>
				<verse number="27">Ку ӗнтӗ пирӗншӗн акӑ мӗншӗн хатарлӑ: пирӗн ӗҫӗмӗртен те йӗрӗне пуҫлӗҫ, аслӑ туррӑмӑрӑн Артемидӑн ҫурчӗ те пӑрахӑҫа тухӗ, ҫапла вара пӗтӗм Асия, пӗтӗм тӗнче хисеплесе тӑракан туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫакна илтсессӗн пурте тилӗрсе кайсах: Эфесри Артемида аслӑ! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="29">Вара пӗтӗм хула пӑтрана пуҫланӑ; Павелпа пӗрле пынӑ Македони ҫыннисене Гайпа Аристарха ярса тытнӑ та, пурте театра кӗпӗрленсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Павел халӑх умне тухасшӑн пулнӑ, ӑна вӗренекенсем яман.</verse>
				<verse number="31">Асийӑри хӑш-пӗр пуҫлӑхсем те, Павелпа туслӑ тӑракансем, ун патне ҫынсем ярса: «эсӗ театрта ан курӑн» тесе систернӗ.</verse>
				<verse number="32">Пухура нимӗн йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ, пухӑннӑ ҫынсем хушшинче хӑйсем мӗншӗн пуҫтарӑннине пӗлменнисем те нумай пулнӑ.</verse>
				<verse number="33">Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Александр аллипе паллӑ кӑтартнӑ та халӑхпа калаҫасшӑн пулнӑ.</verse>
				<verse number="34">Анчах та вӑл иудей иккенне пӗлсессӗн пурте харӑс кӑшкӑрса ярса: Эфесри Артемида аслӑ! тесе, икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ.</verse>
				<verse number="35">Йӗрке тытса тӑракан пуҫлӑх халӑха чарса каланӑ: эй Эфес ҫыннисем! Эфес хули аслӑ Артемида туррӑн тата тӳперен ӳкнӗ сӑнарӑн хуралҫи пулнине кам пӗлмест?</verse>
				<verse number="36">Ун пирки никам та тавлашмасть, апла сирӗн лӑпкӑ пулас пулать, пӗлнӗ-пӗлмен нимӗн те тӑвас пулмасть.</verse>
				<verse number="37">Ҫак эсир илсе килнӗ ҫынсем Артемида ҫуртне те ҫаратман, сирӗн туррӑра та хурламан.</verse>
				<verse number="38">Димитрий тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑстасем кама та пулин айӑплаҫҫӗ пулсассӑн, ӑна тытса пама сут пур, проконсулсем пур — айӑплаччӑрах пӗр-пӗрне.</verse>
				<verse number="39">Сире тата мӗн те пулин кирлӗ пулсассӑн, ӑна саккунлӑ пухура татса парӗҫ.</verse>
				<verse number="40">Паян пулса иртнӗ ӗҫ пирӗншӗн хӑрушӑ: пире халӑха пӑлхатнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑр ҫакӑн пек пуху пуҫтарӑннӑшӑн эпир тӳрре тухма пултараймастпӑр, тенӗ. Ҫапла каласассӑн вӑл пухӑва салатнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе, вӗсене хавхалантарса, ӑс парса хӑварса сывпуллашнӑ та Македоние тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Унти ҫӗрсене ҫӳресе тухнӑ чухне вӑл ӗненекенсемпе питӗ нумай калаҫнӑ, вӗсене ӑс панӑ, унтан Элладӑна ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="3">Унта вӑл виҫӗ уйӑх пурӑннӑ. Вӑл ҫавӑнтан Сирие кайма шутланӑ, анчах та, иудейсем ӑна вӗлерме каварлашнине пӗлсе, Македони урлӑ каялла кайнӑ.</verse>
				<verse number="4">Асийӑна ҫитиччен унпа пӗрле Верия ҫынни Пирр ывӑлӗ Сосипатр, Фессалоника ҫыннисем Аристархпа Секунд, Дервий ҫыннисем Гай, Тимофей тата Асия ҫыннисем Тихикпа Трофим пынӑ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем малтан кайса пире Троадӑра кӗтсе тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Эпир вара, тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсессӗн, Филиппӑран тинӗспе ишсе кайрӑмӑр та пӗр пилӗк кунран вӗсем патне Троадӑна ҫитрӗмӗр; унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.</verse>
				<verse number="7">Эрненӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенсем ҫӑкӑр хуҫмашкӑн пухӑнсан, Павел, хӑй тепӗр кунне тухса кайма шухӑш тытнипе, вӗренекенсемпе калаҫса сӑмахне ҫур ҫӗр ҫитиччен те татмарӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпир пуҫтарӑнса ларнӑ ҫӳлти пӳлӗмре ҫутаткӑҫ нумайччӗ.</verse>
				<verse number="9">Павел вӑрахчен калаҫнӑ хушӑра чӳрече янахӗ ҫинче ларакан Евтих ятлӑ пӗр яш ача ҫывӑрсах кайнӑ, ыйхӑллӑскер сулӑнса кайса ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен персе анчӗ; ҫӗртен ҫӗклерӗҫ те — вӑл ӗнтӗ вилнӗччӗ.</verse>
				<verse number="10">Павел аяла анчӗ те, ун ҫийӗн пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ, унтан: ан пӑшӑрханӑр, чунӗ — ӑшӗнчех, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Унтан каялла улӑхса ҫӑкӑр хуҫса ҫисессӗн, тата чылаях калаҫрӗ, мӗн тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, вара тухса кайрӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав хушӑра хайхи ачана, вӑл чӗрӗ-сывӑ пулнӑшӑн тем пекех савӑнса, килне ӑсатса янӑ.</verse>
				<verse number="13">Эпир маларах кайса карап ҫине лартӑмӑр та Асс хулине ишсе кайрӑмӑр: пирӗн унтан Павела илсе тухмаллаччӗ — ҫапла тума хушса хӑварса, вӑл хӑй ҫуран кайрӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӑл пире Асра тӗл пулчӗ те, эпир пӗрле Митилинӑна пырса ҫитрӗмӗр.</verse>
				<verse number="15">Унтан ишсе кайса, тепӗр кунне эпир Хиос тӗлне пырса чарӑнтӑмӑр, тата тепӗр кунне Самосра чарӑнса тӑтӑмӑр; унтан Трогиллие кӗрсе тухрӑмӑр та тепӗр кунне Милита ҫитрӗмӗр.</verse>
				<verse number="16">Асийӑра вӑрахчен тӑрас мар тесе, Павел Эфеса кӗмесӗрех иртсе кайма шутларӗ: ӗлкӗрме май пулсан, Аллӑмӗш кун уявӗнче Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.</verse>
				<verse number="17">Милитран Эфеса ҫын ярса, вӑл ӗненекен ушкӑн (Чиркӳ) пресвитерӗсене хӑй патне чӗнтерсе илчӗ.</verse>
				<verse number="18">Лешӗсем ун патне килсе ҫитсессӗн, вӑл вӗсене каларӗ: Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр:</verse>
				<verse number="19">эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн, куҫҫуль юхтарса, иудейсен каварлӑхӗсене пула хӗн-хур тӳссе ӗҫлесе тӑтӑм;</verse>
				<verse number="20">эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарнине нимӗн те сиктерсе хӑвармарӑм: сире пӗтӗм халӑх умӗнче те, килӗрсенче те вӗрентрӗм;</verse>
				<verse number="21">Турӑ умӗнче ҫылӑхран ӳкӗнмеллине, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме кирлине иудейсене те, эллинсене те кала-кала кӑтартрӑм.</verse>
				<verse number="22">Акӑ ӗнтӗ Сывлӑш хушнине пӑхӑнса, эпӗ Иерусалима каятӑп, унта хам мӗн курассине пӗлместӗп;</verse>
				<verse number="23">анчах эпӗ тӗрмепе хӗн-хур курассине Таса Сывлӑш мана кашни хуларах пӗлтерет.</verse>
				<verse number="24">Пурӑнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме: Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳрерӗм, анчах та халӗ пӗлсех тӑратӑп: ӗнтӗ эсир пӗри те манӑн сӑнӑма урӑх курас ҫук.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире паянхи кун татӑклӑн калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасассӑн, эпӗ ҫавӑншӑн айӑплӑ пулмӑп,</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн тесессӗн эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла ӗнтӗ эсир хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, пӗтӗм кӗтӗве те астуса тӑрӑр: Туррӑн ӗненекен ушкӑнне, Чиркӗве, кӗтме Таса Сывлӑш сире пӑхса тӑракансем тунӑ: Ҫӳлхуҫа ҫав ушкӑна, Чиркӗве, Хӑй юнне тӑкса илнӗ.</verse>
				<verse number="29">Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн хушшӑра кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем кӗрессине эпӗ пӗлетӗп;</verse>
				<verse number="30">тата хӑвӑр хушшӑртанах вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, эпӗ куҫҫулӗ тӑкса сире пурне те виҫӗ ҫул ҫӗрӗн-кунӗн пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнине астуса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="32">Эй тӑванӑмсем! халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Турӑ аллине, Унӑн тивлетлӗ сӑмахне парса хӑваратӑп, Турӑ сӑмахӗ сире тӗреклӗлентерме, тасалнисемпе пӗрле пая кӗртме пултарӗ.</verse>
				<verse number="33">Эпӗ хам валли никамран та кӗмӗл те, ылтӑн та, тумтир таврашӗ те ыйтмарӑм:</verse>
				<verse number="34">хама кирлине те, хампа ҫӳрекенсене мӗн кирлине те ҫак аллӑмсем туса тӑчӗҫ, эсир ӑна пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="35">Ҫапла тӑрӑшса эпӗ халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне асра тытса тӑма кирлине сире пур ӗҫпе те кӑтартса патӑм — Вӑл Хӑй ҫапла: «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тенӗ.</verse>
				<verse number="36">Ҫакна каласан Павел чӗркуҫленсе ларчӗ те вӗсемпе пуринпе те пӗрле кӗлтурӗ.</verse>
				<verse number="37">Ҫавӑн чухне пурте питӗ хытӑ йӗчӗҫ, Павела мӑйӗнчен ытала-ытала илсе чуптурӗҫ;</verse>
				<verse number="38">пуринчен ытла вӗсем хӑйсене «эсир ман сӑнӑма урӑх курас ҫук» тенӗрен хуйхӑрчӗҫ. Вара ӑна карап патне ҫитех ӑсатса ячӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Эпир вӗсемпе сывпуллашса тинӗспе тӳррӗн кайрӑмӑр та Кос утравӗ патне ҫитрӗмӗр, тепӗр кунне Родоса, унтан Патарӑна пытӑмӑр;</verse>
				<verse number="2">унта Финикийӑна каякан карап тупрӑмӑр та ун ҫине ларса тухса кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="3">Кипр курӑна пуҫласан, ӑна сулахая хӑвартӑмӑр та, Сири еннелле ишсе кайса, Тира ҫитсе чарӑнтӑмӑр: унта карап ҫинчи тиеве пушатмаллаччӗ.</verse>
				<verse number="4">Унта вӗренекенсене тупрӑмӑр та ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр. Сывлӑш пӗлтернипе вӗсем Павела Иерусалима кайма каламарӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫав кунсене ирттерсен эпир тухса кайрӑмӑр, вӗсем пире пурте арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле хуларан тухсах ӑсатса ячӗҫ; тинӗс хӗрринче чӗркуҫленсе ларса кӗлтурӑмӑр.</verse>
				<verse number="6">Пӗр-пӗринпе сывпуллашсассӑн эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем килӗсене таврӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Эпир вара Тир хулинчен шывпа ишсе кайса Птолемаидӑна ҫитрӗмӗр, унта тӑвансемпе курӑнӑҫсан, вӗсем патӗнче пӗр кун пурӑнтӑмӑр.</verse>
				<verse number="8">Тепӗр кунне Павел тата эпир, унпа пӗрле ҫӳрекенсем, ҫула тухрӑмӑр та Кесарие ҫитрӗмӗр; унта эпир Ырӑ Хыпар саракан Филипп килне кӗрсе ун патӗнче пурӑнтӑмӑр; вӑл — ҫичӗ дьяконран пӗри.</verse>
				<verse number="9">Унӑн пророкла калаҫакан тӑватӑ хӗрӗ пурччӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем патӗнче эпир чылай кунах пурӑнтӑмӑр, ҫав хушӑра Иудейӑран Агав ятлӑ пӗр пророк ҫитрӗ,</verse>
				<verse number="11">пирӗн патӑмӑра кӗрсессӗн вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑй алли-урине ҫыхса каларӗ: Таса Сывлӑш акӑ ҫапла калать: «ҫак пиҫиххи хуҫине иудейсем Иерусалимра ҫапла ҫыхса суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ» тет, терӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫакна илтсессӗн эпир те, унти ҫынсем те Павела: Иерусалима ан кай, тесе тархасларӑмӑр.</verse>
				<verse number="13">Анчах та Павел пире ҫапла хуравларӗ: мӗн тӑватӑр эсир? мӗншӗн эсир йӗрсе манӑн чуна хурлантаратӑр? эпӗ хама сӑнчӑрлаттарма ҫеҫ мар, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра вилме те хатӗр, терӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӑна ӳкӗте кӗртсе пулмарӗ, вара эпир: ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗ пултӑр! тесе лӑплантӑмӑр.</verse>
				<verse number="15">Ҫак кунсем иртсен эпир хатӗрлентӗмӗр те Иерусалима тухса кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="16">Пирӗнпе пӗрле Кесарири хӑш-пӗр вӗренекенсем те пычӗҫ; пире пурӑнма меллӗрех пултӑр тесе, вӗсем пире Мнасон ятлӑ пӗр Кипр ҫынни патне илсе пычӗҫ, лешӗ ӗнтӗ малтанхи вӗренекенӗсенчен пӗри пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Иерусалима ҫитсессӗн тӑвансем пире питӗ савӑнса хапӑл турӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Тепӗр кунне Павел пирӗнпе пӗрле Иаков патне пычӗ; пресвитерсем те пурте пухӑнчӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсене сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Павел хӑй ӗҫӗ урлӑ Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинче мӗн-мӗн туни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.</verse>
				<verse number="20">Итлесе пӗтерсессӗн вӗсем Турра мухтарӗҫ те Павела ҫапла каларӗҫ: эй тӑванӑмӑр! хӑвах куратӑн ӗнтӗ: иудейсем хушшинче Христоса ӗненекенсем пинӗ-пинӗпе, вӗсем пурте — саккуншӑн ҫунса тӑракан ҫынсем.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем сан ҫинчен вӑл суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене пурне те: «ачӑрсен ӳтне ан кастарӑр, авалхи йӑлапа ан пурӑнӑр» тесе Моисейрен пӑрӑнма вӗрентет тенине илтсе пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="22">Мӗн тӑвас ӗнтӗ? Ахӑртнех, халӑх пуҫтарӑнать пулӗ: вӗсем эсӗ килни ҫинчен илтеҫҫех.</verse>
				<verse number="23">Эсӗ эпир хӑвна мӗн каланине ту-ха: пирӗн сӑмах панӑ тӑватӑ ҫын пур.</verse>
				<verse number="24">Ҫавсене ертсе кай та вӗсемпе пӗрле тасал; вӗсемшӗн парне кӳрсе тӑккаланмаллине те ху ҫине ил, ҫӳҫне кастарччӑр вӗсем; вара сан ҫинчен илтнӗ сӑмах тӗрӗс маррине, эсӗ ху та саккуна уяса пурӑннине пурте пӗлӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Суя тӗнрен хӑпса ӗненекен пулнӑ ҫынсене эпир вӗсем ҫинчен мӗн йышӑннине ҫырса пӗлтертӗмӗр: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланччӑр, урӑх вӗсем ӑна-кӑна нимӗн те ан туччӑр терӗмӗр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="26">Вара Павел ҫав ҫынсемпе кайрӗ те, тепӗр кунне вӗсемпе пӗрле тасалнӑ хыҫҫӑн Турӑ Ҫуртне кӗрсе, тасалмалли кунсем хӑҫан вӗҫленессе, вӗсемшӗн кашнийӗшӗн хӑҫан парне кӳрессе пӗлтерчӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫичӗ кун иртсе пынӑ чухне Асия иудейӗсем Павела Турӑ Ҫуртӗнче курнӑ та, пӗтӗм халӑха пӑлхатса: эй Израиль ҫыннисем, пулӑшӑр! ҫак ҫын пур тӗлте те пурне те халӑха хирӗҫ, саккуна хирӗҫ, ҫак вырӑна хирӗҫ вӗрентет; ҫитменнине тата эллинсене Турӑ Ҫуртне илсе кӗрсе, ҫак таса вырӑна ирсӗрлетрӗ! тесе кӑшкӑрашнӑ.</verse>
				<verse number="28"></verse>
				<verse number="29">Вӗсем ҫакӑн умӗн унпа пӗрле хулара Эфес ҫынни Трофим ҫӳренине курнӑ, ҫавӑнпа Павел ӑна Турӑ Ҫуртне илсе кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="30">Ӗнтӗ пӗтӗм хула хускалнӑ, халӑх пухӑннӑ. Вара Павела ярса тытнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ, алӑкӗсене ҫийӗнчех питӗрсе хунӑ.</verse>
				<verse number="31">Вӗсем ӑна вӗлермех тӑнӑ, анчах ҫав вӑхӑтра полкри пинпӳ патне пӗтӗм Иерусалим пӑлханать текен хыпар ҫитнӗ;</verse>
				<verse number="32">лешӗ вара тӳрех салтаксемпе ҫӗрпӳсене ертнӗ те вӗсем патне ыткӑннӑ; кусем пинпӳпе салтаксене курсассӑн Павела хӗнеме чарӑннӑ.</verse>
				<verse number="33">Пинпӳ Павел патне пынӑ та ӑна ярса тытса икӗ сӑнчӑрпа тимӗрлеме хушнӑ, унтан: мӗнле ҫын ку, мӗн турӗ вӑл? тесе ыйтнӑ.</verse>
				<verse number="34">Халӑх хушшинче пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ. Халӑх пӑтраннӑран тӗрӗссине пӗлеймесӗр, пинпӳ ӑна кереме илсе кайма хушнӑ.</verse>
				<verse number="35">Павела пусма тӑрӑх илсе улӑхнӑ чухне, халӑх хӗстернӗрен, салтаксен ӑна йӑтса улӑхма тивнӗ,</verse>
				<verse number="36">мӗншӗн тесессӗн хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: вӗлерес ӑна! тесе кӑшкӑрса пынӑ.</verse>
				<verse number="37">Кереме кӗнӗ чухне Павел пинпӗве: сана пӗр сӑмах калама юрать-и мана? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эсӗ грекла пӗлетӗн-им?</verse>
				<verse number="38">Апла пулсан ҫак кунсем умӗн халӑха пӑтратса, пушхире тӑватӑ пин вӑрӑ-хурах ертсе тухнӑ хайхи Египет ҫынни эсӗ мар-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="39">Павел каланӑ вара: эпӗ — иудей, Килики ҫӗрӗнчи паллӑ Тарс хули ҫынни; сана йӑлӑнатӑп: халӑха сӑмах калама ирӗк парсамччӗ мана, тенӗ.</verse>
				<verse number="40">Лешӗ ирӗк панӑ та, вара Павел пусма ҫине тӑрса аллипе халӑха паллӑ кӑтартнӑ; шӑпах пулса ҫитсессӗн, вӑл еврейла ҫапла кала пуҫланӑ:</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Эй тӑван ҫынсем, аттесем! эпӗ хама сирӗн умӑрта тӳрре кӑларса каланине итлӗр-ха халӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Павел хӑйсемпе еврейла калаҫа пуҫланине илтсессӗн, вӗсем тата ытларах лӑпланнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="3">эпӗ — Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, вӗренме эпӗ ҫак хулара, ҫакӑнта, Гамалиил ури умӗнче вӗреннӗ, аттемӗрсен сакунне мана тӗплӗ вӗрентсе ҫитернӗ; эсир халӗ Турӑшӑн тӑрӑшнӑ пек, эпӗ те — Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.</verse>
				<verse number="4">Ҫак вӗрентӳ хыҫҫӑн каякансене эпӗ вӗлересле хӗсӗрлерӗм, арҫыннине те, хӗрарӑмне те ҫыха-ҫыха тӗрмене хуптартӑм,</verse>
				<verse number="5">ҫакӑн ҫинчен аслӑ священник та, мӗнпур аслӑ ҫынсем те каласа парӗҫ; эпӗ вӗсенчен Дамаскра пурӑнакан ӗненекенсем патне кайма ҫырусем те илтӗм, эпӗ унта ҫав ҫынсене тимӗрлесе Иерусалима тытса килсе асаплантарас тесе кайрӑм.</verse>
				<verse number="6">Ҫул ҫинче манпа акӑ мӗн пулса иртрӗ: Дамаска ҫитерехпе, кӑнтӑрла тӗлнерех, тӳперен сасартӑк хӑватлӑ ҫутӑ ҫутатса ячӗ мана.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм, хама: «Савл! Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн?» теекен сасӑ илтрӗм.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ ӑна хуравласа: «эй Ҫӳлхуҫамӑм! кам Эсӗ?» терӗм. Вӑл мана: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Назарет Иисусӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="9">Манпа пӗрле пыракансем ҫутӑ курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ, анчах вӗсем манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ ӗнтӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм! манӑн мӗн тӑвас?» терӗм. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «тӑр та Дамаска кай, мӗн тумаллине унта сана пӗтӗмпе каласа парӗҫ» терӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пултӑм, мана вара хампа пӗрле пыракан ҫынсем алӑран ҫавӑтса Дамаска илсе ҫитерчӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ман патӑма саккуна ҫирӗп уяса пурӑнакан, Дамаскри мӗнпур иудей хисеплесе тӑракан Анания ятлӑ пӗр ҫын пычӗ.</verse>
				<verse number="13">Вӑл манпа юнашар тӑчӗ те: «Савл тӑванӑм, куракан пул!» терӗ. Эпӗ ҫав самантрах куракан пултӑм та ӑна куртӑм.</verse>
				<verse number="14">Вӑл вара мана каларӗ: «хамӑр аттемӗрсенӗн Турри сана Хӑйӗн ирӗкне пӗлтерме тата Сӑваплине куртӑр, Унӑн ҫӑварӗнчен тухнӑ сасса илттӗр тесе малтанах суйласа илнӗ:</verse>
				<verse number="15">Ун ҫинчен ху мӗн илтнине, мӗн курнине эсӗ пур ҫын умӗнче те каласа кӑтартакан пулӑн.</verse>
				<verse number="16">Эппин, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Тӑр та Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ятне асӑнса ҫылӑхусене ҫуса тасат, тӗне кӗр» терӗ.</verse>
				<verse number="17">Иерусалима таврӑнсассӑн Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтуса тӑнӑ чухне, чи ҫӗкленӳллӗ самантра,</verse>
				<verse number="18">эпӗ Иисуса куртӑм; Вӑл мана каларӗ: «васка, Иерусалимран хӑвӑртрах тухса кай: кунта эсӗ Ман ҫинчен каласа кӑтартнине йышӑнас ҫук» терӗ.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ каларӑм: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="20">Сан ҫинчен кӳнтелекен Стефан юнне тӑкнӑ чухне те эпӗ унта тӑтӑм, ӑна вӗлернине ырласа, вӗлерекенсен тумтирне сыхласа тӑтӑм» терӗм.</verse>
				<verse number="21">Вӑл мана каларӗ: «кай, Эпӗ сана аякка, суя тӗнлӗ ҫынсем патне ярӑп» терӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ӑна ҫак сӑмаха каличчен итлесе тӑнӑ; ун хыҫҫӑн вара урӑм-сурӑм кӑшкӑрашма тапратнӑ: ку ҫынна ҫӗр ҫинчен пӗтер! вӑл пурӑнма тивӗҫлӗ мар! тесе кӑшкӑрнӑ.</verse>
				<verse number="23">Вӗсем ҫапла кӑшкӑрашса, тумтирне ывӑта-ывӑта, ҫӳлелле тусан сапса тӑнӑ хушӑра</verse>
				<verse number="24">пинпӳ Павела кереме илсе кӗме хушнӑ: мӗне пула ӑна хирӗҫ ҫапла кӑшкӑрнине пӗлесшӗн ӑна ҫаптарма хушнӑ.</verse>
				<verse number="25">Хӑйне чӗнсемпе туртса ҫыхсан Павел ҫавӑнта тӑракан ҫӗрпӗве каланӑ: сире Рим халӑхӗн ҫыннине ҫаптарма ирӗк панӑ-им? сутсӑрах ҫапла тӑвасшӑн-и? тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Ҫакна илтсен ҫӗрпӳ ӗнтӗ пинпӳ патне пырса каланӑ: эсӗ мӗн тӑвасшӑн? Асту, ку ҫын — Рим халӑхӗн ҫынни, тенӗ.</verse>
				<verse number="27">Вара пинпӳ Павел патне пынӑ та: кала-ха мана, эсӗ Рим халӑхӗн ҫынни-им? тенӗ. Павел: ҫапла ҫав, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Пинпӳ каланӑ: эпӗ вӑл ята пысӑк укҫа парса илтӗм, тенӗ. Павел: эпӗ вара ҫав ятпах ҫуралнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Ӑна асаплантарасшӑн тӑракансем вара ҫийӗнчех ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ. Павел Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсен, пинпӳ ӑна ҫыхтарнӑшӑн хӑраса ӳкнӗ.</verse>
				<verse number="30">Иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗрех пӗлес тесе, пинпӳ тепӗр кунне унӑн сӑнчӑрне хывса илтернӗ те аслӑ священниксемпе пӗтӗм синедриона пуҫтарӑнма хушнӑ, унтан Павела вӗсем умне кӑларса тӑратнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="23">
				<verse number="1">Павел синедрион ҫыннисем ҫине пӑхса каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="2">Аслӑ священник Анания ун умӗнче тӑракансене ӑна ҫӑварӗнчен ҫапма хушнӑ.</verse>
				<verse number="3">Вара Павел каланӑ ӑна: эй шуратнӑ хӳме, хӑвна Турӑ ҫапӗ! Сана саккун хушнӑ пек сут тума лартнӑ, эсӗ, саккуна хирӗҫ пырса, мана ҫапма хушатӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Унта тӑракансем: эсӗ Туррӑн аслӑ священникне хурлатӑн-и-ха? тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Павел каланӑ: эй тӑванӑмсем! вӑл аслӑ священник иккенне эпӗ пӗлмен. Ҫырура «хӑвӑн халӑхун пуҫлӑхне усал сӑмах ан кала» тесе ҫырнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Синедрионра ларакансем хӑшӗ саддукей, хӑшӗ фарисей иккенне пӗлсе, Павел ҫавӑнта хыттӑн каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ — фарисей, фарисей ывӑлӗ; мана вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрассине шанса тӑнӑшӑн сут тӑваҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл ҫапла каласассӑн, фарисейсемпе саддукейсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ; вара пуху пайланса кайнӑ,</verse>
				<verse number="8">мӗншӗн тесессӗн саддукейсем: «чӗрӗлсе тӑрасси пулас ҫук, ангел та, чун та ҫук» теҫҫӗ; фарисейсем вара: «вӑл та, ку та пур» теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ питӗ вӑйлӑ кӑшкӑрашнӑ; фарисейсем майлӑ кӗнекеҫӗсем тӑнӑ та тавлашма пуҫланӑ: эпир ку ҫынра нимӗн япӑххи те курмастпӑр; ӑна чӑнах та сывлӑш е ангел каламан-и? Турра хирӗҫ пыма юрамасть пире, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Тавлашу тата ытларах хӗрсе кайнӑран, Павела тытса ҫурасран шикленсе, пинпӳ ӗнтӗ салтаксене Павела тавлашакансем хушшинчен илсе тухса кереме леҫме хушнӑ.</verse>
				<verse number="11">Тепӗр каҫхине Павела Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Павел, хӑюллӑ пул! эсӗ Ман ҫинчен Иерусалимра чӑннине пӗлтернӗ пек, санӑн Рим хулинче те ҫаплах чӑннине пӗлтермелле, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Тул ҫутӑлсан хӑш-пӗр иудейсем Павела вӗлерме каварлашнӑ: ӑна вӗлериччен эпир ҫиместпӗр те, ӗҫместпӗр те тесе тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫапла тупа тӑвакансем хӗрӗхӗн ытла пулнӑ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем аслӑ священниксемпе аслӑ ҫынсем патне пырса каланӑ: эпир Павела вӗлериччен нимӗн те ҫиместпӗр тесе Турӑ умӗнче тупа турӑмӑр.</verse>
				<verse number="15">Эсир ӗнтӗ, синедрион ҫыннисемпе пӗрле ун ӗҫне тӗплӗрех пӗлесшӗн пек пулса, паянах пинпӗве пӗлтерсе хурӑр, вӑл ӑна ыран сирӗн патӑра илсе килтӗр; эпир ӑна кунта ҫитичченех вӗлерме хатӗр тӑрӑпӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Павел аппӑшӗн ывӑлӗ ҫав кавар ҫинчен илтсенех кереме кайнӑ та Павела пӗтӗмпе каласа панӑ.</verse>
				<verse number="17">Павел ӗнтӗ ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кай-ха: унӑн ӑна пӗр сӑмах каламалли пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Лешӗ ачана ертнӗ те пинпӳ патне пырса каланӑ: тӗрмере ларакан Павел мана чӗнтерчӗ те ҫак ачана сан патна ертсе килме хушрӗ: унӑн сана пӗр сӑмах каламалли пур, тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Пинпӳ ачана аллинчен тытнӑ та, унпа пӗрле айккинелле пӑрӑнса, ыйтнӑ унран: санӑн мана мӗн каламалли пур? тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Лешӗ ҫапла хуравланӑ: иудейсем Павел ӗҫне тӗплӗрех пӗлесшӗн пек пулса, ӑна ыран синедрион умне илсе килтерес тесе, сана йӑлӑнма канаш тунӑ.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ вӗсене ан итле: вӗсем хӗрӗх ҫын ытла Павела сыхласа тӑраҫҫӗ, вӗсем «Павела вӗлериччен ҫиместпӗр те, ӗҫместпӗр те» тесе тупа тунӑ; вӗсем ӗнтӗ хатӗр, эсӗ хушасса анчах кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Пинпӳ вара, мана ху каласа панине никама та ан кала тесе, ачана кӑларса янӑ.</verse>
				<verse number="23">Унтан вӑл ҫӗрпӳсене иккӗшне чӗнсе илнӗ те каланӑ: икҫӗр ҫуран салтак, ҫитмӗл юланутҫӑ салтак, икҫӗр тӗкӗрҫӗ хатӗрлӗр — вӗсен ҫӗрле виҫҫӗмӗш сехетре Кесарие каймалла пулать;</verse>
				<verse number="24">Павела Феликс прокуратор патне лартса ӑсатмашкӑн ашаксем те хатӗрлӗр, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл тата ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ:</verse>
				<verse number="26">«Тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс прокуратора Клавдий Лисий савӑнӑҫ сунать.</verse>
				<verse number="27">Ҫак ҫынна иудейсем тытса вӗлермеллех тапӑннӑччӗ; вӑл Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсе, эпӗ салтаксемпе пытӑм та ӑна хӑтартӑм.</verse>
				<verse number="28">Унтан, ӑна мӗншӗн айӑпланине пӗлесшӗн, ӑна вӗсен синедрионне илсе пытӑм.</verse>
				<verse number="29">Вара пӗлтӗм: ӑна вӗсем хӑйсен саккунӗ тӗлӗшӗпе тавлашакан сӑмахсем пирки айӑплаҫҫӗ-мӗн, вӗлермешкӗн е сӑнчӑрламашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук.</verse>
				<verse number="30">Ман патӑма иудейсем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ текен хыпар ҫитрӗ те, эпӗ ӑна хӑвӑртрах сан патна ӑсатрӑм, ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта калама хушрӑм. Сывӑ пул».</verse>
				<verse number="31">Ҫапла вара салтаксем, хӑйсене хушнӑ пек, Павела ҫӗрле Антипатридӑна илсе ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="32">Тепӗр кунне Павелпа пӗрле утлӑ салтаксене кайма хушнӑ та, ыттисем кереме таврӑннӑ.</verse>
				<verse number="33">Лешӗсем Кесарие ҫитсе ҫырӑвне прокуратора тыттарнӑ та Павела та ун умне тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="34">Ҫырӑвне вуласа тухсассӑн, прокуратор Павелран вӑл хӑш ҫӗрти ҫын иккенне ыйтнӑ. Павел Килики ҫынни иккенне пӗлсессӗн каланӑ:</verse>
				<verse number="35">хӑвна айӑплакансем килсессӗн, эпӗ сана итлесе пӑхӑп, тенӗ. Унтан ӑна Ирод керменне хуптарса хурал тӑратма хушнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="24">
				<verse number="1">Пилӗк кунран аслӑ священник Анания ҫитнӗ, унпа пӗрле аслӑ ҫынсем тата Тертулл ятлӑ пӗр адвокат пулнӑ; вӗсем прокуратор умӗнче Павела хирӗҫ каланӑ.</verse>
				<verse number="2">Павела чӗнсе пырсассӑн, Тертулл ҫапла каласа ӑна айӑпла пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="3">эй тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс, сана кирек хӑҫан та пур ҫӗрте те эпир тем тӗрлӗ тав туса асӑнатпӑр: эпир питех те канлӗхлӗ пурӑнни санран килет, эсӗ тӑрӑшнипе ҫак халӑх ырӑ курса пурӑнать.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ сана нумаях чӑрмантарса тӑрасшӑн мар, ӗнтӗ сана йӑлӑнатӑп: эпир кӗскенӗн каланине эсӗ яланхи пекех йӑвашшӑн итлесемччӗ:</verse>
				<verse number="5">ҫак ҫын халӑх синкерӗ иккенне пӗлсе, пӗтӗм тӗнчери иудейсем хушшинче пӑлхав кӑларнине, назорейсен суя вӗрентӗвне ертсе пынине пӗлсе,</verse>
				<verse number="6">вӑл Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлентерме хӑйнине курса, эпир ӑна тытрӑмӑр та хамӑр саккун тӑрӑх сут тӑвас тесеттӗмӗр.</verse>
				<verse number="7">Анчах та Лисий пинпӳ пычӗ те, ӑна пирӗн алӑран вӑйпах илсе, сан патна ячӗ;</verse>
				<verse number="8">пире те, ӑна айӑплакансене, сан патна кайма хушрӗ. Тишкерсе пӑхсассӑн, эпир ӑна мӗн тӗлӗшпе айӑпланине эсӗ хӑвах унтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Иудейсем те: ҫапла ҫав, тесе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="10">Прокуратор Павела калаҫма паллӑ кӑтартсан, вӑл ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ ҫак халӑха нумай ҫул хушши тӗрӗс сут туса тӑнине пӗлсе, эпӗ хамӑн ӗҫӗме пӗр шикленмесӗр хӳтӗлӗп.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ ху та пӗлме пултаратӑн: эпӗ Иерусалима Турра пуҫҫапма килни вуникӗ кунран та ытла мар-ха.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ кампа та пулин тавлашнине е халӑха пӑлхатса ҫӳренине вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче те, синагогӑсенче те, хулара та курман,</verse>
				<verse number="13">ҫавӑнпа халӗ хӑйсем мана мӗн тӗлӗшпе айӑпланине кӑтартса параяс ҫук.</verse>
				<verse number="14">Анчах та ҫакна сана пӗр пытармасӑр каласа паратӑп: саккунра тата пророксен кӗнекисенче ҫырнине пурне те ӗненсе, эпӗ вӗсем суя вӗрентӳ вырӑнне хуракан Ҫул ҫинче чӑнах та хамӑр аттемӗрсенӗн Турришӗн ӗҫлетӗп,</verse>
				<verse number="15">вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп, ҫавна вӗсем хӑйсем те кӗтсе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа эпӗ яланах Турӑ умӗнче те, ҫын умӗнче те таса кӑмӑллӑ пуласшӑн тӑрӑшатӑп.</verse>
				<verse number="17">Темиҫе ҫул хыҫҫӑн эпӗ кунта хамӑн халӑхӑм валли пулӑшмалӑх пуҫтарнине тата парнесем кӳме килтӗм.</verse>
				<verse number="18">Мана Турӑ Ҫуртӗнче тытрӗҫ, эпӗ ун чухне тасалмалли йӗркесене туса ҫитернӗччӗ, ман тавра халӑх та, шӑв-шав та ҫукчӗ.</verse>
				<verse number="19">Мана тытакансем Асийӑран килнӗ иудейсемччӗ; вӗсен мана хирӗҫ мӗн те пулин каласси пулсассӑн, сан умӑнта ҫавсен тӑмаллаччӗ, мана ҫавсен айӑпламаллаччӗ.</verse>
				<verse number="20">Е ӗнтӗ ҫаксем калаччӑр: эпӗ синедрион умӗнче тӑнӑ чухне ман тӗлӗшпе мӗнле айӑп тупрӗҫ-ши?</verse>
				<verse number="21">Каласан та вӗсем пӗр ҫак сӑмаха анчах калӗҫ: эпӗ вӗсем хушшинче тӑнӑ чухне хыттӑн: «халӗ эсир мана вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗшӗн сут тӑватӑр!» терӗм, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫакна итлесе пӗтерсен Феликс, Ҫӳлхуҫа Ҫулӗ ҫинчен ыттисенчен тӗплӗрех пӗлекенскер, вӗсен ӗҫне каяраха хӑварса: сирӗн ӗҫӗре эпӗ Лисий пинпӳ килсен татса парӑп, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Павела хурал тӑма ҫӗрпӗве хушнӑ, анчах ӑна Павела хытах тытма каламан, ун патне ҫывӑх ҫыннисем килсессӗн, ӑна пулӑшакансем пырсассӑн, никама та чарма хушман.</verse>
				<verse number="24">Темиҫе кун иртсессӗн Феликс хӑйӗн арӑмӗпе Друзиллӑпа (иудей ҫыннипе) пӗрле пынӑ та, Павела чӗнтерсе илсе, вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итленӗ.</verse>
				<verse number="25">Павел тӳрӗлӗх ҫинчен, чаруллӑ пулмалли ҫинчен, пулас сут ҫинчен кала пуҫласан, Феликс хӑраса ӳкнӗ те: халӗ кай-ха, вӑхӑт пулсан сана тата чӗнтерӗп, тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Феликс ӗнтӗ Павел хӑйне кӑларса яртарасшӑн мана укҫа парӗ тесе те ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ӑна тӑтӑшах чӗнтерсе унпа калаҫнӑ.</verse>
				<verse number="27">Икӗ ҫултан Феликс вырӑнне Порций Фест ларнӑ. Иудейсен кӑмӑлне ҫырлахтарса Феликс Павела тӗрмерех хӑварнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="25">
				<verse number="1">Хӑй аллине панӑ ҫӗре пырса ҫитсессӗн, виҫӗ кунран, Фест Кесарирен Иерусалима кайнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑн чухне аслӑ священникпа иудейсен паллӑ ҫыннисем ун патне Павел ҫинчен ҫӑхав пама пынӑ,</verse>
				<verse number="3">вӗсем ӑна, хӑйсемшӗн ырӑ туса, Павела Иерусалима чӗнтерсе килме тимленӗ; вӗсем Павела ҫул ҫинче вӗлерме шухӑшланӑ.</verse>
				<verse number="4">Фест вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Павел Кесарире хурал аллинче тӑрать, кӗҫех эпӗ хам та унта каятӑп.</verse>
				<verse number="5">Сирӗн хушшӑртан кам та пулин манпа пӗрле пыма пултарать пулсан — пыччӑр, ҫав ҫынра мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн ӑна айӑплаччӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӑл вӗсем патӗнче пӗр сакӑр куна е вунӑ куна яхӑн пурӑннӑ та Кесарие таврӑннӑ; тепӗр кунне сут тӑвакан вырӑнне ларса Павела илсе килме хушнӑ.</verse>
				<verse number="7">Павел кӗрсе тӑрсанах, ӑна Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ӑна ӗнтӗ темӗн тӗрлӗ те айӑпланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине кӑтартса парайман.</verse>
				<verse number="8">Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: эпӗ иудей саккунне хирӗҫ те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫ те, кесаре хирӗҫ те нимӗнле усал ӗҫ те туман, тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павела ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Иерусалима каясшӑн мар-и, унта сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе ман умӑмра сут тӑвӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Павел каланӑ: эпӗ кесарь сучӗ умӗнче тӑратӑп, мана ҫакӑнта сут тума тивӗҫлӗ те. Иудейсене эпӗ нимӗн тӗлӗшпе те усал туман, эсӗ ӑна ху та лайӑх пӗлетӗн;</verse>
				<verse number="11">эпӗ айӑплах пулсассӑн, вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тунӑ пулсассӑн, вилӗмрен тармастӑп; вӗсем мана мӗн айӑплани пӗтӗмпе тӗрӗс мар пулсан, мана никам та вӗсен аллине тытса пама пултараймасть. Мана кесарь сучӗ пултӑр, тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Фест вара канашра ларакан ҫынсемпе калаҫса пӑхнӑ та ҫапла хуравланӑ: эсӗ кесарь сутне ыйтрӑн, апла кесарь патне кайӑн, тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Темиҫе кунран Кесарие Феста ырлӑх-сывлӑх сунмашкӑн || Агриппа патшапа Вереника ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем унта чылай кунах пурӑннӑ; Фест ӗнтӗ Павел ӗҫӗ ҫинчен патшана каласа панӑ: кунта Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур;</verse>
				<verse number="15">эпӗ Иерусалимра чухне аслӑ священниксемпе иудейсен аслӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама пычӗҫ, ӑна сут туса айӑплама хушрӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ вӗсене Рим ҫыннисен ун пек йӑла ҫук терӗм, вӗсем айӑплавҫӑсене айӑпланаканпа куҫа-куҫӑн тӑратмасӑр, айӑпланакана хӳтӗленме май памасӑр ӑна вӗлерме ирӗк памаҫҫӗ терӗм.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем кунта килсессӗн, эпӗ тӑхтаса тӑмарӑм, тепӗр куннех сут тӑваканӗн вырӑнне лартӑм та ҫав ҫынна илсе килме хушрӑм.</verse>
				<verse number="18">Айӑплаканӗсем ӑна сырса илчӗҫ, анчах эпӗ кӗтнӗ айӑпсенчен пӗр айӑпне те кӑтартса параймарӗҫ;</verse>
				<verse number="19">вӗсем Павелпа хӑйсенӗн Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ Иисус ҫинчен анчах тавлашкаларӗҫ; Павел Ун ҫинчен: «Вӑл чӗрӗ» тесе тӑчӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫав ӗҫе татса пама аптӑраса эпӗ каларӑм: эсӗ Иерусалима кайса ҫак ӗҫ тӗлӗшпе хӑвна ҫавӑнта сут тутарасшӑн мар-и? терӗм.</verse>
				<verse number="21">Анчах та Павел хӑй ӗҫне Август татса патӑр терӗ те, эпӗ вара ӑна кесарь патне яриччен тӗрмерех тытма хушрӑм, тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Агриппа вара Феста: вӑл ҫынна эпӗ хам та итлесе пӑхасшӑн, тенӗ. Лешӗ: ӑна эсӗ ыранах илтӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="23">Тепӗр кунне, Агриппӑпа Вереника пинпӳсемпе, хулари ятлӑ ҫынсемпе пӗрле сут тӑвакан ҫурта питӗ чаплӑн пырса кӗрсессӗн, Фест хушнипе Павела та илсе пырса тӑратнӑ.</verse>
				<verse number="24">Вара Фест каланӑ: эй Агриппа патша, эй ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле пухӑннӑ ҫынсем! эсир халӗ пур иудей та айӑплакан ҫынна куратӑр, вӗсем ӗнтӗ, ман патӑма Иерусалимра та, кунта та пухӑнса пырса, ӑна чӗрӗ хӑварма юрамасть тесе кӑшкӑрчӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Анчах та эпӗ вӑл вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле ӗҫ те туман тетӗп; ӗнтӗ хӑй Август патӗнче сут тутарма ыйтнӑран эпӗ ӑна ун патне яма шутларӑм.</verse>
				<verse number="26">Ун ҫинчен кесаре мӗн ҫырса ямаллине уҫӑмлӑнах пӗлместӗп те, ҫавӑнпа эпӗ ӑна сирӗн умӑра, эй Агриппа патша, уйрӑмах санӑн умна, илсе килтертӗм.</verse>
				<verse number="27">Тимӗрленӗ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑр яни мана шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫ пек туйӑнать, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="26">
				<verse number="1">Агриппа Павела каланӑ: сана хӑвӑншӑн калама чару ҫук, тенӗ. Вара аллине тӑсса, Павел хӑйне хӳтӗлесе кала пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="2">эй Агриппа патша! иудейсем кӑтартакан пур айӑпран та паянхи кун сан умӑнта хама хӳтӗлеме май пулнӑшӑн эпӗ хама хам телейлӗ тесе шутлатӑп,</verse>
				<verse number="3">ҫитменнине тата эсӗ иудейсенӗн мӗнпур йӑлине, вӗсенӗн тавлӑ шухӑшӗсене пӗлсе тӑратӑн. Ҫавӑнпа сана йӑлӑнатӑп: тӳсӗмлӗ пулса эпӗ каланине итлесемччӗ.</verse>
				<verse number="4">Мана иудейсем пурте мӗн ҫамрӑкранпах пӗлсе тӑраҫҫӗ: эпӗ малтан пуҫласах хамӑн халӑхӑм хушшинче, Иерусалимра, пурӑнтӑм,</verse>
				<verse number="5">вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ, каласа кӑтартас тесессӗн, эпӗ фарисей пулса хамӑр тӗнри чи ҫирӗп вӗренӗве пӑхӑнса пурӑннине каласа пама пултараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Паянхи кун сут умӗнче эпӗ хамӑр аттемӗрсене Турӑ пама пулнине ӗмӗтленсе пурӑннӑшӑн тӑратӑп,</verse>
				<verse number="7">пирӗн вуникӗ йӑхӑмӑр та кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн чунтан тӑрӑшса, ҫавӑ пулса ҫитессе курма ӗмӗтленсе тӑрать. Эй Агриппа патша! мана иудейсем ҫав ӗмӗтшӗн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="8">Мӗншӗн-ха «Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратать» тенине эсир ӗненме пултараймастӑр?</verse>
				<verse number="9">Чӑнах, эпӗ те Назарет Иисусӗн ятне хирӗҫ тумалли ӗҫӗм нумай-ха манӑн тесе шухӑшлаттӑм.</verse>
				<verse number="10">Иерусалимра эпӗ ҫавна туса тӑтӑм ӗнтӗ: аслӑ священниксенчен ирӗк илсе, сӑваплӑ ҫынсене эпӗ нумайӑшне тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те ҫавна тума канаш парса тӑраттӑм.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ вӗсене пур синагогӑра та тӑтӑшах асаплантартӑм, Иисусран тунма пусахларӑм, чарусӑр хаярлӑхӑмпа вӗсене ют хуласенче те хӗсӗрлерӗм.</verse>
				<verse number="12">Аслӑ священниксенчен ирӗк илсе, вӗсем хушса янипе, эпӗ ҫав ӗҫпех Дамаска кайрӑм.</verse>
				<verse number="13">Эй патшамӑр! ҫул ҫинче чухне, тӑр-кӑнтӑрла, эпӗ тӳперен хӗвел ҫутинчен те вӑйлӑрах ҫиҫекен ҫутӑ куртӑм; ҫавӑ мана та, манпа пӗрле пыракансене те ҫутатса ячӗ.</verse>
				<verse number="14">Эпир пурсӑмӑр та ҫӗре ӳкрӗмӗр; унтан эпӗ хама еврейла калакан сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: «Савл, Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? Шӑчча хирӗҫ пыма сана йывӑр» терӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, кам Эсӗ?» терӗм. Вӑл: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус.</verse>
				<verse number="16">Ӗнтӗ ҫӗкленсе, уру ҫине тӑр: Эпӗ сана Хамшӑн ӗҫлесе тӑраканӗ тӑватӑп, эсӗ хӑв мӗн курнине тата Эпӗ хӑвна мӗн уҫса парассине каласа кӑтартаканӗ пулӑн, курӑнасса та Эпӗ сана ҫавӑншӑн курӑнтӑм,</verse>
				<verse number="17">сана иудей халӑхӗ хушшинчен, суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинчен суйласа илтӗм, халӗ ӗнтӗ Эпӗ сана вӗсенӗн куҫӗсене уҫма вӗсем патне яратӑп:</verse>
				<verse number="18">вӗсем сӗмлӗхрен ҫутталла ҫаврӑнччӑр, шуйттан аллинчен Турӑ енне тухчӑр, Мана ӗненнипе вӗсенӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр, тасалнисемпеле пӗрле пая кӗччӗр» терӗ.</verse>
				<verse number="19">Эй Агриппа патшамӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ ҫӳлтен курӑннине хирӗҫ пымарӑм,</verse>
				<verse number="20">вара малтан Дамаскпа Иерусалимра пурӑнакансене, унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсемпе суя тӗнлӗ халӑхсене, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, Турӑ енне ҫаврӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑншӑн мана иудейсем Турӑ Ҫуртӗнче ярса тытрӗҫ те вӗлермех тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫапах та эпӗ Турӑ пулӑшнипе паянхи кунчченех ҫирӗп тӑратӑп, пурне те — ахаль ҫынсене те, чаплӑ ҫынсене те — эпӗ урӑх нимӗн те мар, пророксемпе Моисей каланине ҫеҫ, мӗн пуласси ҫинчен ҫеҫ калатӑп,</verse>
				<verse number="23">вӗсем каланӑ тӑрӑх, Христосӑн асапланса вилмелле пулнӑ, вилнисем хушшинчен чӑн малтан чӗрӗлсе тӑрса иудей халӑхне те, суя тӗнлӗ ҫынсене те ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтермелле пулнӑ, тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Павел ҫапла хӳтӗленнӗ чухне Фест хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: Павел, эсӗ ӑсран кайса калаҫатӑн! Нумай вӗренни сана ухмаха кӑларать, тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Павел каланӑ: ҫук, хисеплӗрен те хисеплӗ Фест, эпӗ ӑсран кайса калаҫмастӑп, ырӑ тӑнпуҫпа чӑн сӑмах калатӑп.</verse>
				<verse number="26">Ҫакна патша та пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа эпӗ ун умӗнче хӑюллӑ калаҫатӑп та; ҫак ӗҫрен мӗн те пулин унран пытанса юлнине эпӗ пачах та ӗненместӗп — тӗттӗм кӗтесре пулнӑ ӗҫ мар ку.</verse>
				<verse number="27">Эй Агриппа патша, эсӗ пророксене ӗненетӗн-и? Пӗлсех тӑратӑп — ӗненетӗн, тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Агриппа Павела каланӑ: эсӗ мана ытла та хӑвӑрт христиан туса ярасшӑн-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Павел каланӑ: хӑвӑрт-и, хӑвӑрт мар-и, эпӗ Турра йӑлӑнатӑп; пӗр эсӗ анчах мар, паянхи кун мана итлесе тӑракансем те пурте, ҫак сӑнчӑрсемсӗр пуҫне, ман пек пулччӑрччӗ, тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Павел ҫакна каласан, патша та, прокуратор та, Вереника та, вӗсемпе пӗрле ларакансем те пурте ура ҫине тӑнӑ,</verse>
				<verse number="31">унтан, айккинелле пӑрӑнса, пӗрпӗринпе калаҫнӑ: ку ҫын вилӗме тивӗҫлӗ е тӗрмере ларма тивӗҫлӗ ӗҫ тумасть-ҫке, тенӗ.</verse>
				<verse number="32">Агриппа ӗнтӗ Феста каланӑ: кесарь сутне ыйтман пулсассӑн, ку ҫынна кӑларса яма та юратчӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа вара прокуратор ӑна кесарь патне яма хушнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="27">
				<verse number="1">Пире Италие шыв ҫулӗпе яма йышӑнсан, Павела тата хӑш-пӗр тимӗрленӗ ҫынсене Август полкӗнчи Юлий ятлӑ ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Эпир Асия ҫыранӗ еннелле ишекен Адрамит карапӗ ҫине лартӑмӑр та ҫула тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле Фессалоникӑран килнӗ Македони ҫынни Аристарх пурччӗ.</verse>
				<verse number="3">Тепӗр кунне Сидон патне ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Юлий Павелшӑн ӑшӑ кӑмӑллӑ пулчӗ, ӑна тусӗсем патне кайса вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма та чармарӗ.</verse>
				<verse number="4">Унтан тухса кайсассӑн, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен, эпир Кипра ишсе пытӑмӑр,</verse>
				<verse number="5">вара Киликипе Памфили тӗлӗнчен тинӗс урлӑ каҫса Ликийӑри Мирӑна ҫитсе чарӑнтӑмӑр.</verse>
				<verse number="6">Ҫӗрпӳ унта Италие каякан Александрия карапне тупса пире ун ҫине лартрӗ.</verse>
				<verse number="7">Темиҫе кун хушши эпир питӗ ерипен ишсе пытӑмӑр, ҫапла аран-аран Книда ҫитрӗмӗр. Ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен кирлӗ еннелле кайма май пулмарӗ, ҫавӑнпа эпир Салмон сӑмсахӗ патӗнчен пӑрӑнса Крит утравӗн кӑнтӑр енӗпе ишсе кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="8">Ҫырантан инҫех мар ишсе пырса Ласея хули ҫывӑхӗнчи Паха пристань теекен ҫӗре аран-аран ҫитрӗмӗр.</verse>
				<verse number="9">Ӗнтӗ нумай вӑхӑт иртнӗччӗ, типӗ тытас вӑхӑт та иртнӗччӗ, ун чухне тинӗспе ҫӳреме те хатарлӑччӗ, ҫавӑнпа та Павел канаш парса ҫапла каларӗ:</verse>
				<verse number="10">эй ырӑ ҫыннӑмсем! ҫул ҫинче хӗн пуласса эпӗ пӗлетӗп; караппа тиеве ҫеҫ мар, пире хамӑра та пысӑк сиен пулӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Анчах та ҫӗрпӳ Павел сӑмахӗнчен ытларах карап хӳрине тытса пыраканпа карап пуҫлӑхне шанчӗ.</verse>
				<verse number="12">Карап чарӑннӑ вырӑнта хӗл каҫма майлӑ марччӗ, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ унтан тухса кайма канаш пачӗ: ҫитме май пулсассӑн Финика — Крит пристанне, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗ енчен тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗ енчен хӳтлӗ вырӑна — чарӑнса, ҫавӑнта хӗл каҫар, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫларӗ те, ӗнтӗ хамӑр ӗмӗтленни ҫитрӗ тесе, тухса кайрӑмӑр, Крит ҫумӗпе ишсе пытӑмӑр.</verse>
				<verse number="14">Анчах та часах карапа хирӗҫ эвроклидон теекен тӑвӑллӑ ҫил тухрӗ.</verse>
				<verse number="15">Карапа ҫавӑрса илчӗ те, карап ҫиле хирӗҫ тӑраймарӗ, эпир вара хум юххине лекрӗмӗр.</verse>
				<verse number="16">Ӗнтӗ Клавда теекен пӗр утрава ҫитсе перӗнсен, карап ҫумӗнчи пӗчӗкҫӗ кимме аран-аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр;</verse>
				<verse number="17">ӑна туртса хӑпартсан карапа хулӑн вӗренсемпе хытарса ҫыхрӑмӑр; ӑшӑх ҫӗре ларасран хӑраса парӑса антартӑмӑр та вара ҫил еккипе уҫӑ тинӗсре ҫӳрерӗмӗр.</verse>
				<verse number="18">Ҫил-тӑвӑл вӑйланса кайнӑран тепӗр кунне ӗнтӗ тиенӗ япаласене кӑларса ывӑта пуҫларӗҫ,</verse>
				<verse number="19">виҫҫӗмӗш кунне вара карап хатӗр-хӗтӗрне хамӑр аллӑмӑрпах кӑларса ывӑтрӑмӑр.</verse>
				<verse number="20">Чылай кун хушши хӗвел те, ҫӑлтӑр та курӑнмарӗ, пӗрмаях вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӑчӗ, юлашкинчен ӗнтӗ пирӗн ҫӑлӑнас ӗмӗт те сӳнсе пычӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫынсем тахҫантанпах нимӗн те ҫименччӗ, вара Павел вӗсен варрине тӑчӗ те ҫапла каларӗ: эй ырӑ ҫыннӑмсем! сирӗн мана итлемеллеччӗ, Крит патӗнчен каймалла марччӗ, вара ҫак асапа та, ҫак сиене те курмастӑмӑр.</verse>
				<verse number="22">Халӗ ӗнтӗ сире ҫирӗп пулма ӳкӗтлетӗп: эсир пӗри те пӗтместӗр, карап анчах пӗтӗ.</verse>
				<verse number="23">Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса</verse>
				<verse number="24">ҫапла каларӗ: «ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ» терӗ.</verse>
				<verse number="25">Эй ырӑ ҫыннӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫирӗп пулӑр; эпӗ Турра шанса тӑратӑп — мана епле каланӑ, ҫапла пулать те.</verse>
				<verse number="26">Эпир пӗр-пӗр утрав ҫине тухса ӳкӗпӗр, терӗ.</verse>
				<verse number="27">Ҫапла пирӗн карап Адриатика тинӗсӗнче ҫил еккипе ҫӳренӗ чухне, вунтӑваттӑмӗш каҫхине ҫур ҫӗр тӗлнелле, карап ҫӳретекенсем типӗ ҫӗр патне ҫывӑхарса пынине туя пуҫларӗҫ;</verse>
				<verse number="28">вара тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те — ҫирӗм хӑлаҫ иккен; кӑштах кайсассӑн татах виҫсе пӑхрӗҫ те — вунпилӗк хӑлаҫ тухрӗ.</verse>
				<verse number="29">Чуллӑ вырӑна пырса перӗнесрен шикленсе, карап хӳри ҫинчен тӑватӑ якорь ячӗҫ те, тул ҫутӑласса кӗтсе тӑтӑмӑр.</verse>
				<verse number="30">Карап ҫӳретекенсем карап ҫинчен тарасшӑн пулса, карап сӑмсинчен якорь ярам пек туса, тинӗсе кимӗ антара пуҫласан,</verse>
				<verse number="31">Павел ҫӗрпӳпе салтаксене каларӗ: карап ҫинче вӗсем пулмасан, эсир ҫӑлӑнаймастӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="32">Вара салтаксем кимӗ вӗренӗсене касса ячӗҫ те, кимми шыва ӳкрӗ.</verse>
				<verse number="33">Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: эсир нимӗн ҫимесӗр ӗмӗтленсе-шанса тӑрса апатсӑр пурӑна пуҫлани паян вунтӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ;</verse>
				<verse number="34">ҫавӑнпа сире апат ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн вилместӗр, сывӑ пулатӑр; сирӗн никамӑн та пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="35">Ҫакна каласан ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнче те Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ;</verse>
				<verse number="36">вара пурте хӑюланчӗҫ те апат ҫирӗҫ;</verse>
				<verse number="37">карап ҫинче эпир пурӗ икҫӗр ҫитмӗл ултӑ чунччӗ.</verse>
				<verse number="38">Апат ҫисе тӑрансан, карапа ҫӑмӑллатас тесе, тӗпне тултарнӑ тулла тинӗсе пӑраха пуҫларӗҫ.</verse>
				<verse number="39">Тул ҫутӑлсан та мӗнле ҫӗре ҫитнине ӑнкарса илеймерӗҫ, хӑйӑр ҫыранлӑ тинӗс аври курчӗҫ те, май килсен, караппа ҫавӑнта пырса чарӑнма шухӑш тытрӗҫ.</verse>
				<verse number="40">Якорьсен вӗренӗсене касса татса, якорӗсене тинӗсрех хӑварчӗҫ; унтан карапа тытса пыракан кӗсменсен, ҫыхса лартнӑскерсен, пӑявӗсене салтса ярса, ҫиле май пӗчӗкҫӗ парӑс карса ҫыран хӗрринелле кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="41">Сӑмсаха пырса кӗтӗмӗр те, карап ӑшӑха ларчӗ. Сӑмси путрӗ, урӑх хускалмарӗ, хыҫне хум ҫапса ҫӗмӗре пуҫларӗ.</verse>
				<verse number="42">Ишсе тухса никам та ан тартӑр тесе, салтаксем ӗнтӗ тимӗрленӗ ҫынсене вӗлерме канаш тӑва пуҫларӗҫ.</verse>
				<verse number="43">Ҫӗрпӳ, Павела хӑтарасшӑн пулса, вӗсене ҫапла тума памарӗ, вӑл ишме пӗлекеннисене шыва малтан сиксе типӗ ҫӗре тухма хушрӗ;</verse>
				<verse number="44">ыттисене вара хӑшне хӑма ҫине, хӑшне карап ҫӗмӗрӗкӗсем ҫине выртса ишсе тухма хушрӗ; ҫапла пурте ҫыран хӗррине тухса ҫӑлӑнса юлчӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="28">
				<verse number="1">Ҫавӑн чухне, ҫӑлӑнса юлнӑ хыҫҫӑн, эпир ҫак утрав Мальта ятлине пӗлтӗмӗр.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑнта пурӑнакансем пире тӗлӗнмелле ыррӑн йышӑнчӗҫ: ҫумӑр ҫӑватчӗ, питӗ сивӗччӗ, ҫавӑнпа вӗсем кӑвайт чӗртрӗҫ те пире пурсӑмӑра та хӑйсем патне чӗнчӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Павел ҫӗклем ҫапӑ пуҫтарса ӑна вут ҫине хурса тӑнӑ чухне вут-ҫулӑм хӗмӗпе ҫапӑ ӑшӗнчен ехидна теекен наркӑмӑшлӑ ҫӗлен тухрӗ те ун аллинчен ҫакӑнчӗ.</verse>
				<verse number="4">Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсассӑн, ҫавӑнта пурӑнакансем пӗр-пӗрне каларӗҫ: паллах, ку этем — ҫынвӗлерен, тинӗсрен хӑтӑлсан та, тавӑру турри ӑна пурӑнтарасшӑн мар, терӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Павел пӗр сиенсӗр-мӗнсӗр ҫӗлене вутта силлесе пӑрахрӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӗсем ӗнтӗ Павел шыҫӑнса кайӗ е сасартӑк вилсе выртӗ тесе кӗтсе тӑчӗҫ; кӗтсе тӑрсан-тӑрсан, ӑна нимӗнле синкер те лекменнине курса, шухӑшӗсене улӑштарчӗҫ: ку — турӑ, терӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Ҫав вырӑнтан инҫех те мар утрав пуҫлӑхӗн, Публий ятлӑ ҫыннӑн, килӗ-ҫурчӗ вырӑнаҫнӑччӗ; вӑл пире хапӑл туса виҫӗ кунччен хӑналарӗ.</verse>
				<verse number="8">Публий ашшӗ тар чирӗпе тата ӑшӗ ыратнипе асапланса выртатчӗ. Павел ун патне кӗрсе кӗлтурӗ те, ун ҫине аллине хурса, ӑна сыватрӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те килме пуҫларӗҫ, вӗсем те сывалчӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫав ҫынсем пире питӗ хисеплесе усрарӗҫ, кайнӑ чухне мӗн кирлине пурне те парса ячӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Виҫӗ уйӑхран эпир ҫав утрав ҫинче хӗл каҫнӑ «Диоскурсем» ятлӑ Александрия карапӗпе ларса кайрӑмӑр;</verse>
				<verse number="12">Сиракузӑна ҫитсе унта виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр;</verse>
				<verse number="13">унтан тухса кайса Ригий теекен вырӑна ҫитрӗмӗр; пӗр кунран ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫларӗ те, иккӗмӗш кунне эпир Путеолӑна ҫитрӗмӗр;</verse>
				<verse number="14">унта тӑвансене тӗл пултӑмӑр; вӗсем пире хӑйсем патӗнче ҫичӗ куна юлма ыйтрӗҫ; унтан вара Рима кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="15">Унти тӑвансем пирӗн ҫинчен илтсен, пире хирӗҫ хӑшӗсем «Аппия» теекен пасар патне, хӑшӗсем «Виҫӗ таверна» теекен хӑна килӗсем патне тухса тӑнӑччӗ. Вӗсене курсассӑн Павел Турра тав турӗ те хавхаланчӗ.</verse>
				<verse number="16">Рима ҫитсессӗн ҫӗрпӳ ӗнтӗ тимӗрленӗ ҫыннисене ҫарпуҫне пачӗ, Павела вара хӑйне сыхлакан салтакпа пӗрле уйрӑм пурӑнма ирӗк пачӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Виҫӗ кунран Павел чи паллӑ иудейсене чӗнтерчӗ, лешӗсем пухӑнса ҫитсессӗн, вӗсене ҫапла каларӗ: эй тӑван ҫыннӑмсем! халӑха хирӗҫ е аттемӗрсенӗн йӑлине хирӗҫ эпӗ нимӗн те туман, ҫапах мана Иерусалимра тытса тимӗрлерӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ;</verse>
				<verse number="18">кусем ӗнтӗ мана сут турӗҫ те, манӑн вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та ҫуккине кура, ирӗке те ярасшӑнччӗ,</verse>
				<verse number="19">анчах иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ те, манӑн вара кесарь сутне ыйтмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна хамӑн халӑхӑма мӗн те пулин тӗлӗшӗпе айӑпласшӑн ыйтман.</verse>
				<verse number="20">Чӗнтерессе те эпӗ сире ҫавӑн пирки чӗнтертӗм, сирӗнпе курса калаҫас терӗм, мана ӗнтӗ Израиль шанчӑкӗ пирки ҫак сӑнчӑрпа тимӗрлерӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем ӑна каларӗҫ: сан ҫинчен эпир Иудейӑран ҫыру-мӗн илмен, унтан килекен тӑвансем те пире сан ҫинчен пӗлтермерӗҫ, усал сӑмах-мӗн нимӗн те каламарӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Ҫапах та эсӗ мӗнле шухӑшланине пирӗн санран хӑвӑнтан илтес килет, ҫав вӗрентӳ ҫинчен пур ҫӗрте те тавлашнине эпир пӗлетпӗр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Вара вӗсем хӑш кун пухӑнассине палӑртса хунӑ та, ун патне хӑна килне питӗ нумаййӑн пынӑ; вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ, хӑй Иисус ҫинчен тӗрӗс каланине ҫирӗплетсе памашкӑн вӑл Моисей саккунӗпе пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнине кала-кала панӑ.</verse>
				<verse number="24">Хӑшӗсем ун сӑмахӗпе ӳкӗте кӗнӗ, хӑшӗсем ӗненмен.</verse>
				<verse number="25">Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ:</verse>
				<verse number="26">«кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр:</verse>
				<verse number="27">ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла ӗнтӗ, пӗлсе тӑрӑр: Турӑ ҫӑлӑнӑҫне суя тӗнлӗ халӑхсем патне янӑ: ӑна вӗсем илтӗҫ, тенӗ.</verse>
				<verse number="29">Павел ҫакна каласассӑн, иудейсем пӗр-пӗринпе хӗрӳллӗн тавлашса тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="30">Павел ӗнтӗ икӗ ҫул хушши хӑйшӗн хӑй йӳнеҫтерсе пурӑннӑ, хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ,</verse>
				<verse number="31">Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗр чӑрмавсӑр питӗ хӑюллӑ вӗрентнӗ.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="45">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Эпӗ, Иисус Христос чури Павел, — Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма суйласа чӗнсе илнӗ апостол.</verse>
				<verse number="2">Турӑ ҫав Хыпара пӗлтерессе ӗлӗкех Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ сӑваплӑ ҫырусенче каланӑ;</verse>
				<verse number="3">ҫак Хыпар — Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен; Вӑл ӳчӗпе Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрса хӑвачӗпе, тасатакан сывлӑшӗпе Хӑй Турӑ Ывӑлӗ иккенне кӑтартнӑ;</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5">Унӑн ячӗпе пур халӑхсене те ӗненекен тумашкӑн эпир Ун урлӑ тивлетпе апостол тивӗҫне илнӗ,</verse>
				<verse number="6">апла ҫав халӑхсемпе пӗрле Иисус Христос сире те чӗннӗ.</verse>
				<verse number="7">Сире — Римра пурӑнакансене, Турӑ юратакан ҫынсене, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗскерсене пурне те — Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="8">Эсир ӗненнине пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та чи малтан сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.</verse>
				<verse number="9">Турӑ, — эпӗ Унӑн Ывӑлийӗн Ырӑ Хыпарне сарса, Ӑна чунтан-вартан ӗҫлесе пурӑнатӑп, — курса тӑрать: хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитмешкӗн Турӑ ирӗкне ыйтса кӗлтунӑ чухне эпӗ яланах сире асӑнатӑп:</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">мӗн те пулин чуна кирлине парса сире ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн</verse>
				<verse number="12">тата сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет.</verse>
				<verse number="13">Эй тӑванӑмсем, манӑн сире ҫакна пӗлтермесӗр хӑварассӑм килмест: ытти халӑхсем патӗнче тунӑ пек, сирӗн патӑрта та мӗнле те пулин усӑ тӑвасчӗ тесе эпӗ темиҫе хут та сирӗн пата пыма шухӑшласаттӑм, анчах мӗн халичченех чӑрмавсем тытса тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ эллинсене те, ытти ют халӑхсене те, ӑслисене те, пӗлменнисене те вӗрентме тивӗҫ;</verse>
				<verse number="15">ҫавӑнпа эпӗ хам кӑмӑлӑмпа сире те, Римра пурӑнакансене, Ырӑ Хыпар пӗлтерме хатӗр.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та — малтан иудее, унтан эллина та — ҫӑлать.</verse>
				<verse number="17">Ырӑ Хыпар этеме Турӑ умӗнче мӗнле тӳрре тухмаллине уҫса пырать: Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ курӑнать, ӑна ӗненӳ урлӑ ҫеҫ тупма пулать, вӑл ӗненӳ патне илсе пырать. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «тӳрӗ ҫын хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Чӑнлӑха хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпе путаракан ҫынсенӗн ҫылӑхӗпе усаллӑхӗ ҫине тӳперен Турӑ ҫилли ҫитет:</verse>
				<verse number="19">Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пулать, ҫавӑ вӗсене паллӑ — ӑна вӗсене Турӑ Хӑй кӑтартнӑ.</verse>
				<verse number="20">Унӑн курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ вара Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать, ҫапла ҫав ҫынсенӗн хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук.</verse>
				<verse number="21">Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ;</verse>
				<verse number="22">хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ,</verse>
				<verse number="23">вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ;</verse>
				<verse number="24">ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ;</verse>
				<verse number="25">вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене намӑссӑрланса асма ирӗк пачӗ: вӗсенӗн хӗрарӑмӗсем йӗркеллӗ арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне ирсӗрле хӑтланаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="27">ҫавӑн пекех арҫыннисем те хӗрарӑмпа пурӑнас йӗркене пӑрахса пӗр-пӗринпе асасшӑн ҫунаҫҫӗ, арҫынпа арҫын йӗрӗнчӗкле аскӑн ӗҫсем тӑваҫҫӗ; ҫапла аташнӑшӑн вӗсем хӑйсене тивӗҫлӗ тавӑру хатӗрлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="28">Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ,</verse>
				<verse number="29">ҫавӑнпа вӗсенӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ, усал кӑмӑллӑ,</verse>
				<verse number="30">усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, ҫынна хур тӑваҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, усал шухӑшласа кӑларма ӑста, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="31">вӗсем ӑссӑр, шанчӑксӑр, юратма пӗлмеҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ, хӗрхенмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="32">Ҫав ӗҫсене тӑвакансем Туррӑн тӗрӗс сучӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ; ҫапах ҫав ӗҫсене хӑйсем тунипе кӑна мар, ҫапла тӑвакансене те мухтаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ, ҫынна сут тӑваканскер, кирек кам пулсан та, айӑпран хӑтӑлаймӑн, эсӗ ҫынна мӗнле айӑппа айӑплатӑн, хӑвна ху та ҫав айӑппах айӑплатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫынна айӑпланӑ чухне эсӗ ху та ҫав айӑпах тӑватӑн.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑн пек ӗҫсем тӑвакансене Турӑ тӳррипе сут тӑвассине эпир пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="3">Эй этем, эсӗ ҫавӑн пек ӗҫсем тӑвакансене айӑплатӑн, хӑв та ҫавнах тӑватӑн, ҫавах Турӑ сутӗнчен хӑтӑлӑп тесе шухӑшлатӑн-и?</verse>
				<verse number="4">Е эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ хӑвна ӳкӗнтерме ертсе пынине ӑнланмасӑр Туррӑн нумай ырӑлӑхне, йӑвашлӑхне, вӑраха пыракан тӳсӗмлӗхне хисепе хумастӑн-и?</verse>
				<verse number="5">Хӑв итлеменнипе, ӳкӗнми чӗрӳпе ҫилӗ кунӗ валли, Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулас кун валли эсӗ хӑвшӑн ху ҫилӗ пухатӑн.</verse>
				<verse number="6">Вӑл пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ:</verse>
				<verse number="7">ялан ырӑ ӗҫ туса мухтавлӑ, чыслӑ, вилӗмсӗр пулма тӑрӑшакансене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ;</verse>
				<verse number="8">итлемесӗр, чӑнлӑха пӑхӑнмасӑр тӗрӗс мар ӗҫе ярӑннисене хаяр ҫилӗ ҫитӗ.</verse>
				<verse number="9">Усал тӑвакан пур чуна та — малтан иудее, унтан эллина та — хуйхӑпа асап ҫитӗ!</verse>
				<verse number="10">Ырӑ тӑвакан кирек кам та — иудей, унтан эллин та — мухтавлӑ, чыслӑ, канӑҫлӑ пулӗ!</verse>
				<verse number="11">Мӗншӗн тесессӗн Турӑшӑн пур ҫын та пӗр.</verse>
				<verse number="12">Саккуна пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисем пӗтеҫҫӗ, анчах вӗсене саккун тӑрӑх сут тумаҫҫӗ; саккуна пӗлсех ҫылӑха кӗнисем вара саккун тӑрӑх айӑпа юлӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Турӑ умӗнче саккуна тӑнлакансем мар, саккуна пурӑнӑҫлакансем тӳрре тухӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Саккунсӑр пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсем, чунӗ систернипех йӗркеллӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ пулсассӑн, саккун ҫук пулсан та, вӗсем хӑйсемшӗн хӑйсем саккун:</verse>
				<verse number="15">вӗсем саккун хушнине хӑйсен чӗри ӑшне ҫырса хунине кӑтартаҫҫӗ; ун ҫинчен вӗсене чунӗ пӗлтерсе тӑрать, тата пӗрне-пӗри айӑплакан е ырӑлакан шухӑшӗсем те пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парасси, эпӗ Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне каланӑ пек, Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсенӗн вӑрттӑн ӗҫӗсене сут тӑвас кун пулӗ.</verse>
				<verse number="17">Акӑ эсӗ хӑвна иудей тетӗн, эсӗ саккуна шанатӑн, Турӑпа мухтанатӑн,</verse>
				<verse number="18">Вӑл мӗн хушнине пӗлетӗн, саккуна вӗреннипе мӗн лайӑххине чухлатӑн,</verse>
				<verse number="19">эсӗ пӗр иккӗленӳсӗр хӑвна суккӑрсене ертсе ҫӳрекен вырӑнне, сӗмлӗхрисене ҫутатакан ҫутӑ вырӑнне,</verse>
				<verse number="20">пӗлменнисене ӑса кӗртекен, ачасене вӗрентекен, мӗн пӗлмеллине, епле пурӑнмаллине саккун тӑрӑх вӗреннӗ ҫын вырӑнне хуратӑн —</verse>
				<verse number="21">мӗнле-ха эсӗ ҫынна вӗрентетӗн, хӑвна хӑв вӗрентместӗн?</verse>
				<verse number="22">Ан вӑрла тесе вӗрентетӗн, хӑв вӑрлатӑн; аскӑн ӗҫ ан ту тетӗн, хӑв аскӑн ӗҫ тӑватӑн; йӗрӗхсенчен йӗрӗнетӗн, хӑв вӗсен ҫурчӗсене ҫарататӑн.</verse>
				<verse number="23">Хӑв саккунпа мухтанатӑн, хӑвах саккуна пӑсса Турра хурлатӑн.</verse>
				<verse number="24">Ҫырура ҫырнӑ пек, сирӗн пирки суя тӗнлисем Турӑ ятне хурлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Саккун хушнине туса тӑратӑн пулсан, ӳт касни усӑллӑ; эхер те эсӗ саккуна хирӗҫ тӑватӑн пулсан, санӑн ӳтне касни касманнипе пӗр пулать.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ӳтне касман ҫын саккун хушнине туса тӑрать пулсан, унӑн ӳтне касманни ӳт каснипе танах мар-и?</verse>
				<verse number="27">Санӑн Ҫыру та пур, эсӗ ӳтне те каснӑ, анчах саккуна уямастӑн, апла ӳтне касман ҫынах, анчах саккун хушнӑ пек пурӑнаканскер, айӑпламӗ-и сана?</verse>
				<verse number="28">Пӑхма анчах иудей — иудей мар, ӳт касни те — курӑнаканни, ӳт ҫинчи паллӑ ҫеҫ мар;</verse>
				<verse number="29">кам чунӗпе иудей — ҫавӑ иудей, ӳт касни те — йӑлишӗн туни анчах мар, вӑл чӗрере, кӑмӑлта пулмалла. Ун пек ҫынна мухтав та этемрен мар, Турӑран пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эппин, иудей ыттисенчен мӗн тӗлӗшпе маларах-ха? ӳт кастарни ӑна мӗнле усӑ кӳрет?</verse>
				<verse number="2">Пур тӗлӗшпе те маларах, пуринчен ытла акӑ мӗн: вӗсене Турӑ сӑмахне шанса панӑ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри шанчӑксӑр пулсан та, мӗнех вара? Вӗсем шанчӑксӑр пулни Турӑ шанчӑклӑхне пӗтерӗ-и?</verse>
				<verse number="4">Паллах, апла мар. Турӑ шанчӑклӑ, этем вара кирек хӑшӗ те ултавҫӑ; Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Санӑн пур сӑмаху та тӗрӗс, Эсӗ Хӑвна айӑплакансене ҫӗнтерӗн» тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Пирӗн тӳрӗмарлӑх Туррӑн тӳрӗлӗхне тата уҫӑмлӑрах курӑнакан тӑвать пулсан, мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Тен, Турӑ (этем шухӑшланӑ пек калатӑп) ҫиллине кӑтартса тӗрӗс мар тумасть-ши?</verse>
				<verse number="6">Паллах, апла мар. Апла Турӑ тӗнчене епле сут тутӑр?</verse>
				<verse number="7">Манӑн тӳрӗмарлӑхӑм Туррӑн тӳрӗлӗхне палӑртса Ӑна мухтава кӑларать пулсан, мӗншӗн тата мана ҫылӑхлӑ ҫын вырӑнне хурса айӑпламалла?</verse>
				<verse number="8">Апла ырӑ пултӑр тесен, усал тумалла мар-и? Хӑшӗ-пӗрисем пире ҫапла хурлаҫҫӗ те: шӑпах ҫапла вӗрентеҫҫӗ вӗсем, теҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсене тӗрӗс сут пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Мӗнле ӗнтӗ? Эпир, иудейсем, суя тӗнлисенчен авантарах-и? Ҫук, иудейсем те, эллинсем те пурте ҫылӑх айӗнчине эпир кӑтартса патӑмӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук;</verse>
				<verse number="11">пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть.</verse>
				<verse number="12">Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук.</verse>
				<verse number="13">Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ;</verse>
				<verse number="14">ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси.</verse>
				<verse number="15">Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="16">вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм;</verse>
				<verse number="17">канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Анчах та эпир пӗлетпӗр: саккун мӗн те пулин калать пулсан, вӑл ӑна саккуна пӑхӑнса тӑракансене калать; ҫапла вара пур ҫӑвар та хупӑнать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулать,</verse>
				<verse number="20">мӗншӗн тесессӗн саккун хушнине туса Турӑ умӗнче пӗр ҫын та тӳрре тухаймӗ: саккун вӑл ҫылӑха анчах палӑртать.</verse>
				<verse number="21">Халӗ ӗнтӗ Турӑ саккунсӑр пуҫнех тӳрре кӑларать, ун ҫинчен саккунпа пророксем те пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="22">Иисус Христоса ӗненни урлӑ Турӑ пурне те, пур ӗненекене те тӳрре кӑларать, мӗншӗн тесессӗн пур ҫын та пӗр:</verse>
				<verse number="23">пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ;</verse>
				<verse number="24">Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="25">Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗ урлӑ тасалччӑр тесе, Турӑ Ӑна ҫырлахтаракан парне пулмалла тунӑ. Хӑй вӑрах тӳссе тӑнӑ вӑхӑтра ҫынсен унччен тунӑ ҫылӑхӗсене те каҫарса, Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартнӑ. Вӑл Хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартса, Иисуса ӗненекенсене тӳрре кӑларса, Вӑл паян та Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартать.</verse>
				<verse number="26"></verse>
				<verse number="27">Мухтанмалли ӑҫта ӗнтӗ? Пӗтернӗ ӑна. Мӗнле саккун пӗтернӗ? Ӗҫ туса тӳрре тухма хушакан саккун-и? Ҫук, ӗненме хушакан саккун пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="28">Ӗненсессӗн, этем саккун хушнисене тумасӑрах тӳрре тухать тетпӗр эпир.</verse>
				<verse number="29">Турӑ пӗр иудейсен Турри анчах-им? суя тӗнлисен Турри те мар-им? Паллах, суя тӗнлисен Турри те,</verse>
				<verse number="30">мӗншӗн тесессӗн Турӑ пӗрре анчах, Вӑл ӳтне каснисене те ӗненӳ урлӑ тӳрре кӑларӗ, ӳтне касманнисене те ӗненӳ урлӑ тӳрре кӑларӗ.</verse>
				<verse number="31">Эпир ӗненӳпе ҫапла саккуна пӑрахӑҫламастпӑр-и? Пачах та апла мар; саккуна ҫирӗплететпӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Авраам аттемӗр ҫинчен мӗн калӑпӑр — вӑл хӑй тӗллӗн мӗн тупнӑ?</verse>
				<verse number="2">Авраам хӑйӗн ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, унӑн мухтанмалли пулатчӗ — анчах та Турӑ умӗнче мар.</verse>
				<verse number="3">Ҫырура мӗн каланӑ? «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ» тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӗҫлекене тӳлени ырӑлӑх туни пулмасть, тивӗҫлипе пани пулать.</verse>
				<verse number="5">Эхер те ҫын хӑй ӗҫне шанмасӑр ҫылӑхлӑ ҫынна тӳрре кӑларакан Турра шанать пулсассӑн, вӑл ҫапла ӗненнине Турӑ унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хурать.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑн пекех Давид та ӗҫне тумасӑрах Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна телейлӗ тет:</verse>
				<verse number="7">«йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ;</verse>
				<verse number="8">ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен ҫын телейлӗ» тет.</verse>
				<verse number="9">Телейлӗ тесе ӳтне каснисене каланӑ-и е ӳтне касманнисене те-и? Эпир: «ӗненни Авраама тӳрре кӑларнӑ» тетпӗр.</verse>
				<verse number="10">Хӑҫан пулнӑ ку? ӳтне кассан-и е касиччен-и? Кассан мар, касиччен.</verse>
				<verse number="11">Ӳтне касни вара ӳтне касичченех ӗненнипе тӳрре тухнине кӑтартакан паллӑ пулнӑ; ҫапла Авраам ӳтне касман пур ӗненекенӗн те ашшӗ пулса тӑнӑ; кусен ӗнтӗ ӳтне кастармасӑрах, ӗненнипе ҫеҫ, тӳрре тухмалла пулнӑ;</verse>
				<verse number="12">Авраам аттемӗр — ӳтне каснисенӗн ашшӗ те, анчах пуриншӗн те мар, Авраам хӑй ӳтне кастариччен ӗненнӗ пек ӗненсе, ҫав ҫулпа пыракансемшӗн ҫеҫ.</verse>
				<verse number="13">Авраампа унӑн йӑхне саккуна пӑхӑнса тӑнӑшӑн мар, тӗрӗс ӗненнӗшӗн «тӗнче сирӗн пулӗ» тесе сӑмах панӑ.</verse>
				<verse number="14">Пама пулнине илессисем саккунпа пурӑнакансем ҫеҫ пулсассӑн, ӗненни харам пулӗччӗ, сӑмах пани те ниме тӑман пулӗччӗ;</verse>
				<verse number="15">саккун ҫилӗ кӳрет, саккун пулмасан саккуна хирӗҫ туни те пулмасть.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пама пулнине илесси ӗненнинчен килет, ӑна Турӑ тивлечӗ парать, апла пулсан вӑл — Авраамӑн пур тӑхӑмӗ валли те; вӑл саккуна пӑхӑнса тӑракансене ҫеҫ мар, Авраам пек ӗненекенсене те пулмалла: Авраам — пурсӑмӑрӑн та ашшӗ-ҫке.</verse>
				<verse number="17">Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ турӑм» тенӗ; апла Авраам хӑй ӗненнӗ Турӑ умӗнче — вилнисене чӗртекен, ҫуккине пур тӑвакан Турӑ умӗнче — пирӗн атте пулать.</verse>
				<verse number="18">Вӑл шанма-ӗмӗтленме май ҫук чухне те пӗрех шаннӑ, ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне: «санӑн йӑху питех те йышлӑ пулӗ» тенипе нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ хӑйӗн, ҫӗр ҫулалла ҫитнӗскерӗн, ӳчӗ йӑшнине, Саррӑн та варӗ типнине пӑхмасӑр вӑл пӗрех ӗненнӗ,</verse>
				<verse number="20">Турӑ панӑ сӑмаха ӗненмесӗр иккӗленсе тӑман, Турра мухтаса, ҫирӗп ӗненсе пурӑннӑ,</verse>
				<verse number="21">Турӑ хӑватлӑ, пама пулнине парӗ тесе шанса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="22">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫапла ӗненнине Турӑ унӑн тӳрӗлӗхӗ вырӑнне хунӑ.</verse>
				<verse number="23">Ҫак сӑмахсене пӗр ун ҫинчен ҫеҫ мар,</verse>
				<verse number="24">пирӗн ҫинчен те ҫырнӑ: эпир те, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненекенсем, тӳрре тухӑпӑр;</verse>
				<verse number="25">Иисус Христоса пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн тытса панӑ, Вӑл пире тӳрре кӑларасшӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эпир ӗнтӗ, ӗненнипе тӳрре тухса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшнӗ;</verse>
				<verse number="2">ӗненнипе эпир Ун урлӑ тивлет илме пултартӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ мухтавне курас ӗмӗтпе савӑнса тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="3">Уншӑн анчах савӑнмастпӑр, хӗн-хур курнишӗн те савӑнатпӑр, пӗлетпӗр эпир: хӗн-хур курни тӳсӗмлӗ тӑвать,</verse>
				<verse number="4">тӳсӗмлӗхрен ҫирӗплӗх ҫуралать, ҫирӗплӗх шанӑҫ кӳрет,</verse>
				<verse number="5">шанӑҫ намӑса хӑвармасть, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пире панӑ Таса Сывлӑш урлӑ пирӗн чӗрене Хӑйӗн юратӑвне янӑ.</verse>
				<verse number="6">Эпир халсӑр чухне, вӑхӑт ҫитсессӗн, Христос пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, вилнӗ.</verse>
				<verse number="7">Тӳрӗ ҫыншӑн кам та пулин вилӗ-ши вара? хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилӗ те.</verse>
				<verse number="8">Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ.</verse>
				<verse number="9">Халӗ вара, хамӑр Христос Юнӗпе тӳрре тухнӑ хыҫҫӑн, Ун урлӑ Турӑ ҫиллинчен тата ҫӑмӑлтарах хӑтӑлӑпӑр.</verse>
				<verse number="10">Эпир тӑшман пулнӑ чухнех Турӑпа ӗнтӗ Унӑн Ывӑлӗн вилӗмӗ урлӑ килӗшнӗ пулсан, халӗ, килӗшнӗ хыҫҫӑн, Унӑн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе тата ҫӑмӑлтарах ҫӑлӑнӑпӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫитменнине тата эпир, халӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшсе, Унпа мухтанатпӑр та.</verse>
				<verse number="12">Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫылӑх тӗнчере саккунччен маларах та пулнӑ, анчах саккун ҫук чухне ҫылӑх шута кӗмест.</verse>
				<verse number="14">Ҫавах та ҫынсем, Адам тунӑ ҫылӑха туман пулсан та, Адамран пуҫласа Моисее ҫитичченех вилӗм аллинче тӑнӑ; Адам вӑл Килессийӗн сӑнарӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="15">Анчах тивлет ҫылӑх пек мар. Пӗрин ҫылӑхӗ пурне те вилмелле тунӑ пулсассӑн, Турӑ тивлечӗ — пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, нумайӑшне панӑ ырӑлӑх — калама ҫук пысӑк.</verse>
				<verse number="16">Пӗр ҫын тунӑ ҫылӑх хыҫҫӑн мӗн пулнине ниепле те Турӑ тивлечӗ мӗн панипе танлаштарма ҫук: ун чухне пӗр усал ӗҫшӗнех сут туса хытӑ айӑпланӑ, халӗ вара Турӑ тивлечӗ чылай усал ӗҫшӗн те тӳрре кӑларать.</verse>
				<verse number="17">Пӗр ҫын ҫылӑхӗшӗн ҫав пӗр ҫын урлӑ пурне те вилӗм ҫитмелле пулнӑ пулсан, тулӑх тивлет тата тӳрре кӑларакан ырӑлӑх илекенсем вара Пӗри урлӑ, Иисус Христос урлӑ, Ҫӳлти Патшалӑхри пурӑнӑҫа курма пултарӗҫ.</verse>
				<verse number="18">Ӗнтӗ ҫапла пулса тухать: пӗрин ҫылӑхӗ пур ҫынна та айӑпа кӗртнӗ, Пӗрин тӳрӗлӗхӗ пур ҫынна та тӳрре кӑларса ӗмӗр пурӑнмалла тӑвать.</verse>
				<verse number="19">Пӗр ҫын итлеменнипе нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, Пӗри итленипе вара нумайӑшӗ тӳрре тухать.</verse>
				<verse number="20">Саккун кайран килнӗ, вара йӗркесӗр ӗҫ йышлӑланнӑ. Ҫылӑх йышлӑланнӑ ҫӗре Турӑ тивлечӗ тулӑххӑн киле пуҫланӑ:</verse>
				<verse number="21">ӗлӗк этеме ҫылӑх ҫӗнтерсе тӑрса ӑна вилмелле тунӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ этеме Турӑ тивлечӗ тӳрре кӑларса Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? нумай тивлет илес тесе ҫылӑха кӗрсех пурӑнар-и-мӗн?</verse>
				<verse number="2">Паллах, апла мар. Эпир ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ — епле-ха каллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнас?</verse>
				<verse number="3">Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эпир, Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗнисем, пурсӑмӑр та Унӑн вилӗмне асӑнса тӗне кӗнӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫапла эпир, Христос вилӗмне асӑнса тӗне кӗрсе, Унпа пӗрле пытарӑннӑ; Христос Атте Турӑ мухтавӗпе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ пек, пирӗн те малашне ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнас пулать.</verse>
				<verse number="5">Эпир Ун евӗрлӗ вилсе Унпа пӗрлешнӗ пулсан, Ун пекех чӗрӗлсе тӑрӑпӑр,</verse>
				<verse number="6">мӗншӗн тесессӗн пире, ҫылӑх чурисем ан пулччӑр тесе, ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӗтермешкӗн кивӗ этемлӗхӗмӗре Унпа пӗрле пӑталанӑ:</verse>
				<verse number="7">ӗнтӗ вилнӗ ҫын ҫылӑхран хӑтӑлать.</verse>
				<verse number="8">Эпир Христоспа вилнӗ пулсассӑн, Унпа пӗрле пурӑнасса та шанса тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="9">Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Христос урӑх вилес ҫуккине, Ӑна вилӗм ҫӗнтерес ҫуккине эпир пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="10">Вилессе Вӑл пӗрре ҫылӑхшӑн вилнӗ, пурӑнасса Турӑшӑн пурӑнать.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ тесе шутлӑр.</verse>
				<verse number="12">Сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре ҫылӑх пусмӑрласа ан тӑтӑр, ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑха парӑнмалла ан пулӑр;</verse>
				<verse number="13">хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те усал ӗҫсем тутарса тӑма ҫылӑх аллине ан парӑр, эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӑр, хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те тӳрӗ ӗҫсем тутарса тӑма Турӑ аллине парӑр.</verse>
				<verse number="14">Ҫылӑх сире пӑхӑнтарса ан тӑтӑр: эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, тивлет аллинче.</verse>
				<verse number="15">Мӗнле-ха вара? эпир саккун аллинче мар, тивлет аллинче тесе ҫылӑха кӗрсе пурӑнар-и? Паллах, апла мар.</verse>
				<verse number="16">Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эсир кама та пулин пӑхӑнатӑр пулсассӑн, ӑна итлеме хатӗр пулсассӑн, ҫавӑн чури пулса тӑратӑр: е вилӗм патне илсе каякан ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрӗлӗх патне тухмашкӑн итлекен чура пулатӑр.</verse>
				<verse number="17">Тавах Турра, эсир, унччен ҫылӑх чури пулнӑскерсем, халӗ хӑвӑра вӗрентнине пӑхӑнса ӑна чунтан итлесе тӑракан пултӑр.</verse>
				<verse number="18">Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пултӑр.</verse>
				<verse number="19">Ӳтӗр халсӑррине кура сире этем шухӑшланӑ пек калатӑп. Эсир, ӗлӗк йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑнмашкӑн хӑвӑр ӳтӗре ирсӗрлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн чури тунӑ пек, халӗ ӗнтӗ сӑваплӑ ӗҫсем туса пурӑнма хӑвӑр ӳтӗре тӳрӗлӗх чури тӑвӑр.</verse>
				<verse number="20">Эсир ҫылӑх чурисем пулса пурӑннӑ чухне сирӗн тӳрӗлӗх ҫукчӗ.</verse>
				<verse number="21">Сире ҫавӑ мӗнле усӑ пачӗ? Ун чухне тунӑ ӗҫӗрсенчен халӗ эсир хӑвӑр та намӑсланатӑр. Ун пек ӗҫсем юлашкинчен вилӗм кӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Халӗ вара эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чури пултӑр та ырӑ ӗҫсем туса пурӑнатӑр, юлашкинчен ӗмӗр пурӑнмалла пулатӑр.</verse>
				<verse number="23">Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем (ӗнтӗ саккуна пӗлекенсене калатӑп), эсир пӗлместӗр-и-мӗн? этем саккуна хӑй чӗрӗ чухне анчах пӑхӑнса тӑрать.</verse>
				<verse number="2">Качча кайнӑ арӑма упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккун чӗрӗ упӑшка ҫумне ҫыхать; упӑшки вилсен арӑм ҫав саккунран хӑтӑлать.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнпа упӑшки чӗрӗ чухне урӑх ҫынна качча кайсан, ӑна аскӑн арӑм теҫҫӗ; упӑшки вилсен вӑл саккунран хӑтӑлать, вара урӑх арҫынна качча кайсан та аскӑн арӑм пулмасть.</verse>
				<verse number="4">Эй тӑванӑмсем, эсир те ҫапла Турра усӑ кӳмешкӗн, Теприне — вилӗмрен Чӗрӗлсе Тӑнине — пӑхӑнса тӑмашкӑн саккун тӗлӗшӗнчен Христос Ӳчӗпе пӗрле вилнӗ;</verse>
				<verse number="5">эпир ӳтшӗн пурӑннӑ чухне пирӗн ӑшӑмӑрта саккун хӗтӗртсе тӑракан ҫылӑхла шухӑш-туйӑмсем вӑй илнӗччӗ, вӗсем пире вӗлерекен ӗҫсем тутаратчӗҫ;</verse>
				<verse number="6">халӗ вара эпир хамӑра ҫыхса тӑракан ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилсе саккунран хӑтӑлнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Турра ӗлӗкхи саккун тӑрӑх мар, ҫӗнӗлле, Сывлӑш кӑтартнӑ пек, ӗҫлесе пурӑнӑпӑр.</verse>
				<verse number="7">Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Саккун ҫылӑха кӗртет-и? Паллах, апла мар. Эпӗ ҫылӑха урӑхла мар, саккун урлӑ анчах пӗлтӗм. Саккун «ан хапсӑн» темен пулсассӑн, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне те пӗлмен пулӑттӑм.</verse>
				<verse number="8">Ҫылӑх, ҫав ӳкӗтпе усӑ курсах, ман ӑшӑмра тӗрлӗ хапсӑнчӑклӑ ӗмӗт-шухӑш вӑратрӗ; саккун ҫук чухне ҫылӑх сисӗнмест.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ ӗлӗк саккунсӑр пурӑннӑ; саккун килчӗ те, ҫылӑх чӗрӗлчӗ,</verse>
				<verse number="10">эпӗ вилтӗм; ҫапла вара чӗрӗлӗхшӗн панӑ саккун мана вилӗме пулчӗ:</verse>
				<verse number="11">ҫылӑх, саккун сӑмахӗпе усӑ курса, мана илӗртсе улталарӗ те саккун сӑмахӗпех вӗлерчӗ.</verse>
				<verse number="12">Саккун сӑваплӑ, ӳкӗт те сӑваплӑ, тӗрӗс, ырӑ.</verse>
				<verse number="13">Эппин, ырриех мана вилмелле турӗ-ши? Паллах, апла мар; ӑна ҫылӑх турӗ, ҫапла майпа вӑл хӑй мӗнлине кӑтартса пачӗ: мана вӗлермешкӗн вӑл ыррипе усӑ курчӗ, вара ӳкӗт урлӑ вӑл ҫылӑхран та ҫылӑхли курӑнчӗ.</verse>
				<verse number="14">Саккун — сывлӑшран, эпӗ — ӳтӗн, мана ҫылӑх чуралӑхне сутнӑ, эпир ӑна пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ хам мӗн тунине хам та пӗлместӗп: тӑвас тенине мар, хам курайманнине тӑватӑп.</verse>
				<verse number="16">Тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан, эппин, эпӗ саккуна ырӑ тесе шутлатӑп,</verse>
				<verse number="17">апла ҫав ӗҫе эпӗ тумастӑп, ӑна манӑн ӑшӑмра пурӑнакан ҫылӑх тӑвать.</verse>
				<verse number="18">Манра, манӑн ӳтӗмре, ырри пурӑнманнине пӗлетӗп: манӑн ырӑ тӑвас килсессӗн те, ӑна тумашкӑн хамра вӑй тупаймастӑп.</verse>
				<verse number="19">Тӑвас килнӗ ырра тӑваймастӑп, тӑвас килмен усала тӑватӑп.</verse>
				<verse number="20">Тӑвас килменнине тӑватӑп пулсассӑн, ӑна эпӗ тумастӑп ӗнтӗ, манӑн ӑшӑмра пурӑнакан ҫылӑх тӑвать.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ ӗнтӗ ҫавӑн пек йӗрке пур тетӗп: ырӑ тӑвас тенӗ чухне манӑн усал пулса тӑрать.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ ӑсӑм-тӑнӑмпа Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп,</verse>
				<verse number="23">ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать.</verse>
				<verse number="24">Мӗскӗн этем эпӗ! ҫак вӗлерекен ӳтрен кам хӑтарӗ-ши мана?</verse>
				<verse number="25">Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп. Ҫапла ӗнтӗ ӑсӑмпа эпӗ Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑратӑп, эпех ӳтӗмпе ҫылӑх саккунне пӑхӑнса тӑратӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Ҫапла ӗнтӗ, халӗ ӳтшӗн пурӑнассине пӑрахса Иисус Христоспа пӗрлешсе Сывлӑшпа пурӑнакансенӗн нимӗн айӑпӗ те ҫук.</verse>
				<verse number="2">Христос Иисуспа пӗрлешсе Сывлӑшпа пурӑнмалли саккун ҫылӑхпа вилӗм саккунӗнчен хӑтарчӗ мана.</verse>
				<verse number="3">Ӳте пула вӑйсӑрланнӑ саккун тума пултарайманнине Турӑ тунӑ: ҫылӑха ҫӗнтермешкӗн Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне ҫылӑхлӑ ӳт евӗрлӗ ӳт парса пирӗн пата янӑ, ҫапла ҫылӑх вӑйне пӗтерсе пире — ӳтшӗн мар, Сывлӑшпа пурӑнакансене — саккун тӗрӗс хушнине пурӑнӑҫламашкӑн май туса панӑ.</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5">Ӳтпе пурӑнакансем — ӳтӗнни ҫинчен, Сывлӑшпа пурӑнакансем Сывлӑшӑнни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет, Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать,</verse>
				<verse number="7">мӗншӗн тесессӗн ӳт шухӑшӗ-ӗмӗчӗ — Турра хирӗҫ: вӑл Турӑ саккунне пӑхӑнмасть, пӑхӑнма та пултараймасть.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа ӳтшӗн пурӑнакансем Турра юрама пултараймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Сирӗн ӑшӑрта Турӑ Сывлӑшӗ тӑрать пулсассӑн, эсир ӳтшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, вӑл Унӑн мар.</verse>
				<verse number="10">Христос сирӗн ӑшӑрта пулсассӑн, ӳтӗр ҫылӑха пула вилӗмлӗ пулин те, Турӑ сире тӳрре кӑларнипе сирӗн сывлӑшӑр чӗрӗ.</verse>
				<verse number="11">Иисуса вилӗмрен Чӗртсе Тӑратаканӑн Сывлӑшӗ сирӗн ӑшӑрта пурӑнать пулсассӑн, Христоса вилӗмрен Чӗртсе Тӑратаканӗ хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Сывлӑшӗпе сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре те чӗртӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар:</verse>
				<verse number="13">эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр:</verse>
				<verse number="14">Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем,</verse>
				<verse number="15">мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр.</verse>
				<verse number="16">Ҫав Сывлӑшах пирӗн сывлӑша эпир Турӑ ачисем иккенне пӗлтерсе тӑрать.</verse>
				<verse number="17">Ачисем пулсассӑн, пая кӗрессисем, Турӑран пай илессисем пулатпӑр, Христоспа пӗрле мухтава тухас тесе Унпа пӗрле асапланатпӑр пулсассӑн, Унпа пӗрле пая кӗрессисем те пулатпӑр.</verse>
				<verse number="18">Ман шухӑшӑмпа, халӗ пӗр вӑхӑт асапланни хамӑра пулас мухтавпа танлаштарсассӑн нимӗн те мар.</verse>
				<verse number="19">Турӑ мӗн пултарнийӗ пурте Турӑ ывӑлӗсем мухтава тухасса шанса тӑрать.</verse>
				<verse number="20">Турӑ мӗн пултарнийӗ хӑй ирӗкӗпе мар, хӑйне Пӑхӑнтараканӗн ирӗкӗпе ҫӗрсе пӗтмелле пулнӑ, анчах вӑл ӗмӗтленсе-шанса тӑнӑ:</verse>
				<verse number="21">мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ.</verse>
				<verse number="22">Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр;</verse>
				<verse number="23">эпир хамӑр та, Таса Сывлӑш ырӑлӑхӗн пуҫламӑшне илнӗ пулин те, хамӑра ывӑллӑха илессе, вилӗмрен хӑтӑласса кӗтсе ӑшӑмӑрта хуйхӑрса тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="24">Эпир ӗмӗтленнипе ҫӑлӑннӑ. Хамӑр ӗмӗтленни пурӑнӑҫланнӑ пулсассӑн, хӑй ӗмӗтленнине курса тӑраканӑн мӗн ӗмӗтленмелли пур?</verse>
				<verse number="25">Хамӑр курманнине ӗмӗтленнӗ чухне вара эпир ӑна тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="26">Таса Сывлӑш та пире хал ҫитмен чухне тӗрек парса тӑрать; эпир мӗн ыйтса епле кӗлтумаллине те пӗлместпӗр. Таса Сывлӑш Хӑй пирӗншӗн калама ҫук тӑрӑшса хута кӗрсе тӑрать.</verse>
				<verse number="27">Чӗрерине пӗлекенӗ Сывлӑш шухӑшне пӗлет, мӗншӗн тесессӗн Сывлӑш сӑваплӑ ҫынсене Турӑ ирӗкӗпе хунтӑлать.</verse>
				<verse number="28">Тата эпир Турра юратакансемшӗн, Турӑ ирӗкӗпе суйласа илнисемшӗн пурте ырра ҫаврӑнса тухнине пӗлетпӗр;</verse>
				<verse number="29">Турӑ, Хӑйӗн Ывӑлӗ йышлӑ тӑван хушшинче аслийӗ пултӑр тесе, кама малтанах пӗлнӗ, ҫавсене Ывӑлӗ евӗрлӗ пулма малтанах суйласа хунӑ.</verse>
				<verse number="30">Хӑй малтанах суйласа хунисене чӗнсе илнӗ; чӗнсе илнисене тӳрре кӑларнӑ; тӳрре кӑларнисене мухтавлӑ тунӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫакна хирӗҫ мӗн каламалла ӗнтӗ? Турӑ пирӗн майлӑ пулсассӑн, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ?</verse>
				<verse number="32">Хӑй Ывӑлне те хӗрхенмесӗр Ӑна пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та панӑ Турӑ епле-ха Ун урлӑ пурне те памӗ пире?</verse>
				<verse number="33">Турӑ суйласа илнисене кам айӑплӗ? вӗсене Турӑ тӳрре кӑларать.</verse>
				<verse number="34">Айӑплаканни кам? Иисус Христос вилнӗ те, чӗрӗлсе те тӑнӑ: Вӑл — Туррӑн сылтӑм енче, Вӑл пирӗншӗн хута кӗрсе тӑрать.</verse>
				<verse number="35">Пире кам Турра юратма пӑрахтарайӗ? хуйхӑ-и е йывӑрлӑх-и, хӗсӗрлени-и, выҫлӑх-и е ҫуклӑх-и, хӑрушлӑх-и е хӗҫ-и? Ҫырура ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="36">«пире кунсерен Саншӑн вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑх вырӑнне хураҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="37">Эпир ҫакна пурне те хамӑра Юратаканӑн хӑвачӗпе ҫӗнтерсе тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="38">Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, тӳпери пуҫлӑхсем те, хӑватсем те, хальхи те, малашнехи те,</verse>
				<verse number="39">ҫӳлти те, тӗпӗнчи те — мӗн пултарнинчен нихӑшӗ те — пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать;</verse>
				<verse number="2">манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм;</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн;</verse>
				<verse number="5">тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.</verse>
				<verse number="6">Ҫапах та Турӑ сӑмахӗ вырӑна килмерӗ темелле мар, мӗншӗн тесессӗн Израильрен ҫуралнисем пуртех Израиль ҫыннисем мар;</verse>
				<verse number="7">Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пуртех Авраам ачисем мар; Ҫырура ҫапла каланӑ: «санӑн йӑху Исаакран пуҫланса кайӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Урӑхла каласассӑн, ӳт ачисем пуртех Турӑ ачи мар, пама пулнине илес ачасем ҫеҫ йӑх йышне кӗреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ акӑ мӗнле сӑмах панӑ: «ҫак вӑхӑтра килӗп те, Саррӑн ывӑл пулӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ку ҫеҫ мар-ха, Ревеккӑпа та Исаак аттемӗртен пӗр вӑхӑтрах икӗ ывӑлпа ҫие юлсассӑн та ҫапла пулнӑ;</verse>
				<verse number="11">суйласа илнӗ чухне Турӑ никама та ӗҫӗсемшӗн кӑмӑл курса суйласа илменни, Хӑйӗн ирӗкӗпе анчах суйласа илни паллӑ пултӑр тесе Ревеккӑна ывӑлӗсем ҫураличченех — вӗсем ырӑ та, усал та, нимӗн те тӑвичченех — каланӑ: «асли кӗҫӗннийӗн чури пулӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="12"></verse>
				<verse number="13">Ҫырура та ҫаплах каланӑ: «Эпӗ Иакова юратрӑм, Исава вара курайми пултӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Турӑ тӳрӗ мар-им? Пачах та апла мар.</verse>
				<verse number="15">Вӑл Моисее каланӑ: «каҫармаллине каҫарӑп, хӗрхенмеллине хӗрхенӗп» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа ӗнтӗ каҫарасси ӗмӗтленекенрен е тӑрӑшаканран килмест, хӗрхенекен Турӑран килет.</verse>
				<verse number="17">Ҫырура фараона каланӑ: «сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫапла ӗнтӗ, Турӑ хӗрхенес тенине хӗрхенет, хаярлатас тенине хаярлатать.</verse>
				<verse number="19">Эсӗ мана калӑн: «мӗншӗн айӑплать тата? Унӑн ирӗкне кам хирӗҫ тӑрайӗ?» тейӗн.</verse>
				<verse number="20">Эй этем, Турӑпа тавлашма кам вара эсӗ? Тунӑ япала хӑйне тӑваканнине: «эсӗ мана мӗншӗн ҫапла турӑн?» тейӗ-и?</verse>
				<verse number="21">Чӳлмекҫӗ пӗр ҫӑрнӑ тӑмранах хӑш савӑтне чаплӑ ҫӗрте тыткалама, хӑшне ӑҫта килнӗ унта тыткалама тумашкӑн тӑм тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ мар-и?</verse>
				<verse number="22">Турӑ та, Хӑйӗн ҫиллине кӑтартса, Хӑйӗн хӑватне пӗлтерес тенӗ чухне тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, ҫилӗ савӑчӗсене (Хӑй ҫилленнӗ ҫынсене), пӗтерме хатӗрленисене, хӗрхеннӗ,</verse>
				<verse number="23">вӗсене — ӗнтӗ ырӑлӑх панӑ савӑтсене, Хӑй мухтав валли хатӗрленӗскерсене — Вӑл Хӑйӗн аслӑ мухтавне кӑтартмашкӑн ҫапла тунӑ;</verse>
				<verse number="24">ҫав савӑтсем — эпир; пире Вӑл иудейсем хушшинчен ҫеҫ мар, суя тӗнлисем хушшинчен те чӗнсе илнӗ.</verse>
				<verse number="25">Вӑл Осия урлӑ та ҫапла калать: «Хамӑн мар халӑха: эсӗ — Манӑн халӑх, тейӗп; юратманнине юратнӑскерӗм, тейӗп;</verse>
				<verse number="26">«эсир — Манӑн халӑх мар» тесе каланӑ ҫӗртех вӗсене: Чӗрӗ Турӑ ывӑлӗсем, тейӗҫ» тет.</verse>
				<verse number="27">Исаия тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсем тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулсан та, вӗсенӗн йӑлкӑмӗ ҫеҫ ҫӑлӑнӗ:</verse>
				<verse number="28">Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне вӗҫлет, кӗҫех тӳррипе вӗҫлӗ, Хӑйӗн ӗҫне ҫӗр ҫинче татӑклӑ тӑвӗ» тет.</verse>
				<verse number="29">Исаия малтанах каласа хунӑ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа пире кӑштах ӑрӑвлӑха хӑварман пулсассӑн, эпир Содом пекех пулаттӑмӑр, Гоморрӑпа танлашаттӑмӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Тӳрӗлӗхе шыраман суя тӗнлӗ ҫынсем тӳрре тухрӗҫ, тӳрре тухасси ӗненӳрен килет.</verse>
				<verse number="31">Тӳрре кӑларакан саккуна шыранӑ Израиль вара ҫав саккуна тупаймарӗ.</verse>
				<verse number="32">Мӗншӗн? мӗншӗн тесессӗн ӑна ӗненӳре шыраман, саккун хушнине пурӑнӑҫласа тӑнинче шыранӑ, вара такӑнтаракан чула такӑннӑ,</verse>
				<verse number="33">ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне такӑнтаракан чул, сӑнакан чул хуратӑп; Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем! Израиле чунтан-вартан ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ вӗсем Турра ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшуллӑ пулнине пӗлсе тӑратӑп, анчах ӑна вӗсем пӗлсе тумаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Турӑ тӳрӗлӗхне ӑнламасӑр, Хӑйсен тӳрӗлӗхне ҫирӗплетесшӗн тӑрӑшса, вӗсем Турӑ тӳрӗлӗхне пӑхӑнмарӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Саккун вӗҫӗ — Христос, Ӑна ӗненекен кирек кам та тӳрре тухма пултарать.</verse>
				<verse number="5">Саккунпа тӳрре тухасси ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «саккуна пурӑнӑҫланӑ ҫын ун урлӑ чӗрӗ пулӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен ҫапла каланӑ: хӑвӑн ӑшӑнта: «тӳпене кам улӑхӗ?» тесе ан кала (ку ӗнтӗ Христоса ҫӗр ҫине антарасчӗ тениех).</verse>
				<verse number="7">Е «ҫӗр тӗпне кам анӗ?» тесе те ан кала (ку ӗнтӗ Христоса вилнисен хушшинчен илсе хӑпарасчӗ тениех).</verse>
				<verse number="8">Ҫыру мӗн тет-ха? «Сӑмах сан ҫывӑхӑнта, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварӑнта, санӑн чӗрӳнте» тет, ҫав сӑмах — эпир ӗненме вӗрентекен сӑмах.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Ҫыру ҫапла калать: «Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тет.</verse>
				<verse number="12">Иудейпе эллин хушшинче уйрӑмлӑх ҫук, пурин те пӗр Ҫӳлхуҫа, Вӑл Хӑйне асӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑлӑхлӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ.</verse>
				<verse number="14">Анчах ху ӗненмен Турра епле асӑнас? ху илтмен Турра епле ӗненес? вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтес?</verse>
				<verse number="15">Хушса ямасан епле вӗрентес? Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар калакансенӗн урисем епле илемлӗ!» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Анчах та Ырӑ Хыпар каланине пурте итлемерӗҫ. Исаия та: «эй Ҫӳлхуҫа! пирӗнтен илтнине кам ӗненчӗ?» тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла ӗнтӗ, ӗненесси — илтнинчен, илтесси Турӑ сӑмахӗнчен килет.</verse>
				<verse number="18">Ыйтам-ха: вӗсем илтмен-и-мӗн? Илтмен мар! «Вӗсенӗн сасси пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ».</verse>
				<verse number="19">Тата ыйтам: Израиль пӗлмен-и-мӗн? Пуринчен малтан Моисей каланӑ: «Эпӗ сире халӑх вырӑнне хуман ҫынсем урлӑ ӑмсанакан тӑвӑп, сире ӑссӑр халӑх урлӑ вӗчӗрхентерӗп» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Исаия тата хӑюллӑрах калать: «Мана Хама шыраманнисем тупрӗҫ, Мана Хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ» тет.</verse>
				<verse number="21">Израиль ҫинчен вара ҫапла калать: «Эпӗ кунӗпех аллӑма чурӑс та пуҫтах халӑх енне тӑсса тӑтӑм» тет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ыйтатӑп ӗнтӗ: Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и-мӗн? Паллах, апла мар. Эпӗ хам та — Израиль ҫынни, Авраам йӑхӗнчен, Вениамин ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ ҫын.</verse>
				<verse number="2">Турӑ Хӑй малтанах пӗлсе тӑнӑ халӑхне пӑрахман. || Е эсир Ҫырура Илия ҫинчен мӗн каланине пӗлместӗр-и? Илия, Израиле ӳпкелесе, Турра ҫапла каланӑ:</verse>
				<verse number="3">«эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене ишрӗҫ; пӗр эпӗ анчах юлтӑм, манӑн чуна та шыраҫҫӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ӑна Турӑ мӗнле хуравласа калать-ха? «Эпӗ Хам валли ҫичӗ пин ҫын сыхӑ хӑвартӑм, вӗсем Ваал умӗнче чӗркуҫленмен» тет.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра та, Турӑ хӗрхенсе суйласа хӑварнипе, йӑлкӑм сыхӑ юлнӑ.</verse>
				<verse number="6">Хӗрхеннипе сыхӑ юлнӑ пулсан, ӗҫсене пула юлни пулмасть вара, унсӑрӑн хӗрхенни те хӗрхенни пулмӗччӗ. Ӗҫсене пула юлнӑ пулсан, хӗрхеннипе юлман вара, унсӑрӑн ӗҫ те ӗҫ мар.</verse>
				<verse number="7">Мӗнле эппин? Израиль мӗн шыранине илеймерӗ; суйланисем илчӗҫ, ыттисем хаярланчӗҫ,</verse>
				<verse number="8">Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ, курми куҫ, илтми хӑлха панӑ, вӗсем паянхи кунчченех — ҫавӑн пек» тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Давид та калать: «тавӑру ҫиттӗр вӗсене: хӑйсенӗн ӗҫми-ҫими вӗсемшӗн серепе, таната, мӑйкӑч пултӑр,</verse>
				<verse number="10">куҫӗ суккӑрланса курми пултӑр, пилӗкӗ ӗмӗрлӗхе хутланса лартӑр» тет.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа ыйтатӑп ӗнтӗ: вӗсем ӳкмеллипех такӑннӑ-ши? Паллах, апла мар. Анчах та вӗсем ӳкни суя тӗнлисене ҫӑлӑнӑҫ кӳнӗ, иудейсем вара вӗсене ҫакӑншӑн ӑмсаннӑ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем ӳкни тӗнчешӗн ырӑлӑх пулсан, вӗсем Турӑран хӑпни суя тӗнлисемшӗн ырӑлӑх пулсан, вӗсем Турӑ патне таврӑнсассӑн ҫав ырӑлӑх епле тулли пулӗччӗ!</verse>
				<verse number="13">Сире, суя тӗнлисене, калатӑп: эпӗ, суя тӗнлисен апостолӗ, хамӑн ӗҫӗме пысӑка хуратӑп,</verse>
				<verse number="14">тен, ӳтрен тӑван халӑхӑм сире кӗвӗҫме пуҫлӗ те, эпӗ хӑшне те пулин ҫапла ҫӑлаймӑп-и? тетӗп.</verse>
				<verse number="15">Вӗсене пӑрахни тӗнчене килӗшӳ кӳнӗ пулсан, вӗсене йышӑнни вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни пулмасӑр мӗн пулӗ?</verse>
				<verse number="16">Пуҫламӑшӗ таса пулсан, пӗтӗмӗшӗ те таса, тымарӗ таса пулсан, турачӗсем те таса.</verse>
				<verse number="17">Хӑш турачӗсем хуҫӑлса ӳксе вӗсен вырӑнне эсӗ, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ, сыпӑнтӑн пулсан, пахчари ҫу йывӑҫӗн тымарӗпе, унӑн сӗткенӗпе пӗрлешрӗн пулсан,</verse>
				<verse number="18">тӗп туратсем умӗнче хӑвна ху асла ан хур. Асла хуратӑн пулсан ҫакна асту: тымарне эсӗ тытса тӑмастӑн, тымарӗ сана тытса тӑрать.</verse>
				<verse number="19">Эсӗ: «туратсем мана сыпӑнтарасшӑн хуҫӑлса ӳкрӗҫ» тейӗн.</verse>
				<verse number="20">Юрӗ. Вӗсем ӗненменнипе хуҫӑлса ӳкрӗҫ, эсӗ ӗненнипе тытӑнса тӑратӑн: ан мӑнаҫлан, хӑраса тӑр.</verse>
				<verse number="21">Турӑ тӗп туратсене те хӗрхенмен пулсан, асту, сана хӗрхенӗ-и вара?</verse>
				<verse number="22">Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ыррине те, хаяррине те куратӑн: хаярлӑхӗ — уйӑрӑлнисемшӗн, эсӗ Турӑ ырӑлӑхне кӑмӑлласа тӑратӑн пулсан, ырӑлӑхӗ — саншӑн; унсӑрӑн сана та касса пӑрахӗҫ.</verse>
				<verse number="23">Лешӗсем те, ӗненмен халлӗнех тӑмасан, сыпӑнӗҫ, Туррӑн вӗсене каялла сыпмалӑх хӑват пур.</verse>
				<verse number="24">Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире (хӑвӑра пысӑка хурасран) ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: Израиль халӑхӗ пӗтӗмпе мар, хӑшӗсем ҫеҫ аташса кайнӑ, ку та ӗмӗрлӗхе пымӗ, суя тӗнлисем пурте Турӑ патне пыриччен ҫеҫ тӑсӑлӗ,</verse>
				<verse number="26">ҫапла ӗнтӗ хӑҫан та пулин пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӗ, Ҫыру ун ҫинчен ҫапла калать: «Сионран Хӑтаракан килӗ те Иаковран йӗркесӗрлӗхне сирӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсен ҫылӑхӗсене сирсессӗн, вӗсемпе ҫак халала хывӑп» тет.</verse>
				<verse number="28">Ырӑ Хыпара йышӑнмасӑр вӗсем сирӗншӗн Турӑ тӑшманӗсем пулчӗҫ; анчах та Турӑ суйласа илнӗскерсем, вӗсем ашшӗсене пула Туррӑн юратнӑ ҫыннисем пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="29">Турӑ пани, Вӑл суйласа илни каялла пулмасть.</verse>
				<verse number="30">Эсир те унччен Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаттӑрччӗ, халӗ вара вӗсем пӑхӑнмасӑр пурӑннине кура Турӑ сире каҫарнӑ,</verse>
				<verse number="31">ҫавӑн пекех вӗсем те халӗ Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаҫҫӗ, сире пула Турӑ вӗсене те каҫарӗ:</verse>
				<verse number="32">пурне те ҫӑлмашкӑн Турӑ пурне те Хӑйне пӑхӑнми тунӑ.</verse>
				<verse number="33">Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫук! Унӑн шухӑшӗсене ӑнласа илме ҫук, Унӑн ҫулӗсене йӗрлесе тупма ҫук!</verse>
				<verse number="34">Ҫӳлхуҫа ӑсне кам пӗлейӗ? Ӑна кам канаш панӑ?</verse>
				<verse number="35">Каялла тавӑрса памашкӑн Ӑна кам малтан парса хунӑ? Ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и?</verse>
				<verse number="36">Пурте — Унран, пурте — Ун урлӑ, пурте — Унра. Вӑл ӗмӗрех мухтавлӑ. Аминь.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр,</verse>
				<verse number="2">ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.</verse>
				<verse number="3">Хама панӑ тивлетпе эпӗ сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр: Турӑ кама мӗн чухлӗ ӗненмелӗх панӑ, ҫав таран йӑвашланса шухӑшлӑр.</verse>
				<verse number="4">Пирӗн пӗр ӳтӗмӗрӗнех темӗн чухлӗ пай, кашни пайӗн хӑйӗн ӗҫӗ,</verse>
				<verse number="5">ҫавӑн пек эпир те, темӗн чухлӗн пулсан та, Христос урлӑ пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, пӗр-пӗриншӗн уйрӑммӑн ӳт пайӗсем пулатпӑр.</verse>
				<verse number="6">Хамӑра панӑ тивлетпе эпир тӗрлӗ хастар илнӗ: санӑн пророк хастарӗ пулсан, эсӗ ху ӗненнине кура пророк ӗҫне ту;</verse>
				<verse number="7">ыттисене ӗҫлесе тӑрас хастар пулсан — ҫавна ту; вӗрентекен пулсан — вӗрент;</verse>
				<verse number="8">ӳкӗтлекен пулсан — ӳкӗтле; валеҫекен пулсан — таса кӑмӑлпа валеҫ; пуҫлӑх пулсан — тӑрӑшакан пуҫлӑх пул; ырӑлӑх тӑвакан пулсан — савӑнса ырӑлӑх ту.</verse>
				<verse number="9">Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр;</verse>
				<verse number="10">пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр;</verse>
				<verse number="11">тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр;</verse>
				<verse number="12">шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр;</verse>
				<verse number="13">йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр;</verse>
				<verse number="14">хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.</verse>
				<verse number="15">Савӑнаканпа савӑнӑр, йӗрекенпе йӗрӗр.</verse>
				<verse number="16">Пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшпа тӑрӑр; ан мӑнаҫланӑр, йӑвашшисен йӗрӗпе ҫӳрӗр; хӑвӑра асла ан хурӑр;</verse>
				<verse number="17">никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="18">Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="19">Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр. Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: Ҫӳлхуҫа калать: «тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Эпӗ Хам тавӑрӑп» тет, тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫапла ӗнтӗ, тӑшману выҫӑ пулсассӑн — тӑрантар ӑна; ӗҫесси килет пулсассӑн — ӗҫтер; ҫапла туса, эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн.</verse>
				<verse number="21">Сана усал ан парӑнтартӑр, эсӗ ху усала ырӑпа парӑнтарса тӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр: Турӑ лартман пуҫлӑх ҫук; пуҫлӑх пулса тӑракансене Турӑ лартнӑ.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫлӑха хирӗҫ пыраканӗ Турӑ хунӑ йӗркене хирӗҫ пырать. Хирӗҫ пыракансем хӑйсене хӑйсем айӑпа кӗртӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Пуҫлӑхсем ырӑ ӗҫсемшӗн хӑрушӑ мар, усал ӗҫсемшӗн хӑрушӑ. Пуҫлӑхран хӑрас мар тесен ырӑ ӗҫ ту, вара вӑл мухтӗ сана:</verse>
				<verse number="4">пуҫлӑх вӑл — Турӑ тарҫи, ӑна сана ырӑ пултӑр тесе лартнӑ. Усал тӑватӑн пулсассӑн, хӑра: вӑл хӗҫне ахаль ҫакса ҫӳремест; вӑл — Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрса хаса параканӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсене хаса парасран хӑранипе анчах пӑхӑнмалла мар, чунтан-вартан пӑхӑнмалла.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа эсир куланай тӳлесе тӑратӑр та: вӗсем — Турӑ тарҫисем, ялан хӑй ӗҫне тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурне те тивӗҫлине парса тӑрӑр: куланай памаллине — куланай парӑр; хырҫӑ тӳлемеллине — хырҫӑ тӳлӗр; хӑрамаллинчен — хӑрӑр; хисеплемеллине — хисеплӗр.</verse>
				<verse number="8">Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр; ҫынна юратакан ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫланӑ,</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем — аскӑнланса ан ҫӳре, ан вӗлер, ан вӑрла, ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле, ҫыннӑнне ан хапсӑн тата ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тенинче.</verse>
				<verse number="10">Юратакан ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна усал тумасть; эппин, юрату саккуна пурӑнӑҫлани пулать.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла пурӑнӑр. Хальхи вӑхӑт мӗнлине хӑвӑр та пӗлетӗр: пирӗн ыйхӑран вӑранмалли сехет ҫитрӗ ӗнтӗ. || Халӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах тӑрать.</verse>
				<verse number="12">Каҫ иртрӗ ӗнтӗ, кун ҫывӑхарчӗ: эппин, сӗмлӗх ӗҫӗсене пӑрахар та ҫутӑ кӑралне алла тытар.</verse>
				<verse number="13">Кун ҫутинче пурӑннӑ пек йӗркеллӗ пурӑнар: ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхмесӗр, намӑс ӗҫ тумасӑр, аскӑнланмасӑр, вӑрҫу-тавлашу хускатмасӑр, ӑмсанмасӑр;</verse>
				<verse number="14">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр евӗрлӗ пулӑр, ӳтшӗн тӑрӑшнӑ чухне ӑна ан иртӗхтерӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Тӗрексӗр ӗненекен ҫынна вӑл мӗнле шухӑшлани ҫинчен пӗр тавлашмасӑр хапӑл тӑвӑр.</verse>
				<verse number="2">Калӑпӑр, хӑшӗ пурне те ҫиме юрать тесе шутлать, хавшак ҫын пахчаҫимӗҫ ҫеҫ ҫиет.</verse>
				<verse number="3">Ҫиекенни ҫименнине ан хурлатӑр; ҫименни те ҫиекеннине ан айӑплатӑр — Турӑ ӑна та хапӑл тунӑ.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ, ют чурана айӑплаканскер, кам вара? Вӑл хӑй хуҫи умӗнче тӑрать те, ӳкет те. Ӳксен те тӑрӗ: ӑна тӑратмалӑх Турӑ хӑватлӑ.</verse>
				<verse number="5">Хӑшӗ пӗр куна тепӗр кунран маларах хурать, хӑшӗшӗн — пур кун та пӗр. Ӗнтӗ кирек кам та хӑй шутланӑ пек тутӑр.</verse>
				<verse number="6">Уйрӑм куна хисеплекен ӑна Ҫӳлхуҫашӑн хисеплет; уйрӑм куна хисеплеменни ӑна Ҫӳлхуҫашӑн хисеплемест. Ҫиекенӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫиет, мӗншӗн тесессӗн Турра тав тӑвать; ҫименни те Ҫӳлхуҫа ҫинчен шухӑшласа ҫимест — вӑл та Турра тав тӑвать.</verse>
				<verse number="7">Эпир никам та хамӑршӑн пурӑнмастпӑр, вилессе те никам та хӑйӗншӗн вилмест;</verse>
				<verse number="8">пурӑнсан та Ҫӳлхуҫашӑн пурӑнатпӑр, вилсен те Ҫӳлхуҫашӑн вилетпӗр; ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнсан та, вилсен те эпир ялан — Ҫӳлхуҫанӑн.</verse>
				<verse number="9">Христос вилнисене те, чӗррисене те Хӑй аллинче тытса тӑмашкӑн вилнӗ, ҫавӑнпа чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн чӗрӗ тӑрать.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ хӑвӑн тӑванна мӗншӗн айӑплатӑн? Е эсӗ тата хӑвӑн тӑванна мӗншӗн хурлатӑн? Пурсӑмӑр та Христос умне сута тӑрӑпӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Турӑ калать: Эпӗ чӗрӗ, Ман умӑмра пур йӑх та чӗркуҫленӗ, пур халӑх та Турра мухтавлӗ, тет» тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ӗнтӗ эпир Турӑ умӗнче пурсӑмӑр та хамӑршӑн хамӑр явап тытӑпӑр.</verse>
				<verse number="13">Малашне ӗнтӗ пӗрне-пӗри айӑплар мар; апла тӑвиччен тӑвана епле те пулин такӑнма е улталанма май парас марччӗ тесе шухӑшлӑр.</verse>
				<verse number="14">Иисус Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулнӑран эпӗ пӗлетӗп, иккӗленместӗп те: хӑй тӗллӗн хӑй таса мар япала нимӗн те ҫук; мӗне те пулин таса мар тесе шутлаканшӑн ҫеҫ таса мар япала пур.</verse>
				<verse number="15">Эсӗ мӗн ҫини тӑванна пӑшӑрхантарать пулсассӑн, апла эсӗ ӑна юратмастӑн. Хӑвӑн апату пирки ӑна ан ҫухат: уншӑн Христос вилнӗ.</verse>
				<verse number="16">Хӑвӑршӑн мӗн ыррине ҫын хурламалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="17">Турӑ Патшалӑхӗ — ӗҫме-ҫиме мар; вӑл — Таса Сывлӑш парса тӑракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх, савӑнӑҫ.</verse>
				<verse number="18">Кам Христоса ҫапла ӗҫлесе тӑрать, вӑл Турра юрӑхлӑ, хӑйне ҫын ырӑланине те тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑнпа ӗнтӗ килӗшӳ кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине шырар.</verse>
				<verse number="20">Апат пирки Турӑ ӗҫне ан пӑс. Пурте таса, анчах ҫын хӑйӗн апачӗпе тепӗр ҫынна ҫылӑха кӗртни начар.</verse>
				<verse number="21">Тӑванна такӑнтараканнине е илӗртсе ҫылӑха кӗртекеннине, е ӑна тӗрексӗрлентерекеннине нимӗн те ан ту; аш ҫимесессӗн, эрех ӗҫмесессӗн аван пулӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫакӑн ҫинчен хӑв мӗн шухӑшланине хӑвӑн ӑшӑнта тыт, ун ҫинчен Турӑ ҫеҫ пӗлтӗр. Хӑй мӗн суйласа илнишӗн хӑйне айӑпламан ҫын телейлӗ.</verse>
				<verse number="23">Иккӗленсе ҫиекен айӑплӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗненӳ тӑрӑх тумасть: ӗненсе туманни пурте — ҫылӑх.</verse>
				<verse number="24">Ӗнтӗ Турра мухтар: Вӑл сире эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ — Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Хыпар урлӑ — тата сире ӗмӗр-ӗмӗртенпех пытарӑнса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха пророксем урлӑ уҫса парса ӗненме тӗреклӗлентерет; халӗ ӑна, ӗмӗрхи Турӑ хушнипе, пур халӑхсене те — вӗсем пурте ӗненсе Турра пӑхӑнччӑр тесе — пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="25"></verse>
				<verse number="26">Чӑн ӑслӑ пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Пирӗн, вӑйлисенӗн, вӑйсӑррисенӗн халсӑрлӑхне чӑтӑмлӑн тӳсмелле, хамӑра юраса пурӑнмалла мар:</verse>
				<verse number="2">пирӗн пурсӑмӑрӑн та ҫывӑх ҫыннӑмӑра ырӑ тумашкӑн, ӑна усӑ кӳмешкӗн тӑрӑшмалла.</verse>
				<verse number="3">Христос та Хӑйне юраса пурӑнман, Ҫырура каланӑ пек пурӑннӑ, унта: «Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ Мана тиврӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="5">Тӳсӗмлӗх паракан, лӑплантаракан Турӑ сире Христос Иисус вӗрентнӗ пек пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшлӑ пулма патӑр,</verse>
				<verse number="6">вара эсир Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтакан пулӑр.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ мухтавлӑ пултӑр тесе Христос хӑвӑра хапӑл тунӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл тӑвӑр.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ ҫакна калатӑп: Турӑ чӑнлӑхӗшӗн, Унӑн аттемӗрсене панӑ сӑмахӗ пурӑнӑҫлантӑр тесе, Иисус Христос ӳт каснисемшӗн тарҫӑ пулнӑ;</verse>
				<verse number="9">тата Вӑл суя тӗнлисем хӑйсене хӗрхеннӗшӗн Турра мухтаччӑр тенӗ. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, ҫавӑншӑн Сана суя тӗнлисем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Тата каланӑ: «эй суя тӗнлӗ халӑхсем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Тата: «эй суя тӗнлӗ халӑхсем, пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтӑр; эй халӑхсем, пурсӑр та Ӑна аслӑласа мухтӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Исаия та каланӑ: «Иессей тымарӗнчен Хунав тухӗ, Вӑл халӑхсене тытса тӑма ҫӗкленӗ; суя тӗнлисем Ӑна шанса тӑрӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Шанӑҫ паракан Турӑ Таса Сывлӑш хӑвачӗпе сире хӑвӑр ӗненни урлӑ савӑнӑҫпа канӑҫлӑх патӑр, шанӑҫӑр тулли пултӑр.</verse>
				<verse number="14">Эй тӑванӑмсем, эсир питех те ырӑ кӑмӑллине, кирек мӗне те пӗлсе ҫитнине, пӗрне-пӗри вӗрентме пултарнине эпӗ хам та ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп;</verse>
				<verse number="15">тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата ҫырса ятӑм пулсассӑн, — ӗнтӗ вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑюллӑнах ҫыртӑм, — ҫакна эпӗ сире, хама Турӑ панӑ тивлетпе, хӑш-пӗр япаласене аса илтересшӗн турӑм:</verse>
				<verse number="16">мана суя тӗнлисем хушшинче Иисус Христосӑн ӗҫлекенӗ пулма, вӗсем Таса Сывлӑш тасатнипе Турра кӑмӑллӑ парне пулччӑр тесе, Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма хушнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Иисус Христоспа пӗрлешнӗскер, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма та пултаратӑп;</verse>
				<verse number="18">суя тӗнлисене ӗнентернӗ чухне эпӗ хам нимӗн те туман, пурне те ман урлӑ Христос турӗ: Вӑл суя тӗнлисене сӑмахпа, ӗҫпе,</verse>
				<verse number="19">паллӑсен те кӗтретсен вӑйӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Турра ӗнентерекен турӗ. Ҫапла эпӗ Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирика ҫитичченех Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сартӑм.</verse>
				<verse number="20">Тата ӗҫӗме ҫын никӗсӗ ҫинче тӑвас мар тесе Ырӑ Хыпара Христос ятне илтнӗ ҫӗрте сарма тӑрӑшмарӑм.</verse>
				<verse number="21">Ҫырура: «Ӑна Ун ҫинчен хӑйсене хыпар ҫитменнисем курӗҫ, Ӑна Ун ҫинчен илтменнисем пӗлӗҫ» тенӗ пек турӑм.</verse>
				<verse number="22">Мана сирӗн пата пыма ҫавӑ нумай чарса тӑчӗ те.</verse>
				<verse number="23">Халӗ ӗнтӗ мана ку таврара нимӗн те тытса тӑмасть, тата хам та темиҫе ҫултанпа сирӗн пата ҫитесшӗн ӗмӗтленсе тӑратӑп,</verse>
				<verse number="24">ҫавӑнпа Испание кайма тухсассӑнах сирӗн пата ҫитӗп. Ҫула май сирӗнпе курӑнӑҫӑп та, сирӗнпе кӑшт та пулин пӗрле пурӑнса савӑнсан, эсир вара мана Испание ӑсатса ярӑр тесе ӗмӗтленсе тӑратӑп.</verse>
				<verse number="25">Халӗ эпӗ сӑваплӑ ҫынсене пулӑшма Иерусалима каятӑп:</verse>
				<verse number="26">Македонире тата Ахаире пурӑнакансем Иерусалимри сӑваплӑ ҫынсем хушшинчи чухӑнсене пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="27">Вӗсем тӑрӑшма та тӑрӑшаҫҫӗ те, тата вӗсенӗн лешӗсем умӗнче парӑм та пур: суя тӗнлисем иудейсенӗн чуна кирлӗ ырӑлӑхне пая кӗнӗ пулсан, хӑйсем те вӗсене ӳте кирлипе пулӑшма тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫак ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем валли пуҫтарнине ҫитерсе парсассӑн эпӗ вара сирӗн ҫӗрӗр урлӑ Испание кайма тухӑп.</verse>
				<verse number="29">Пӗлсех тӑратӑп: эпӗ сирӗн пата Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар паракан тулли пиллӗхпе пырӑп.</verse>
				<verse number="30">Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра асӑнса, Таса Сывлӑшӑн юратакан кӑмӑлне асӑнса сире хампа пӗрле маншӑн Турра тӑрӑшса кӗлтума тархаслатӑп:</verse>
				<verse number="31">манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсенчен хӑтӑласчӗ, Иерусалимшӑн тӑвакан ӗҫӗм сӑваплӑ ҫынсене кӑмӑллӑ пултӑрччӗ,</verse>
				<verse number="32">Турӑ ирӗкӗ пулсассӑн, сирӗн пата савӑнса пырса сирӗнпе пӗрле лӑпланасчӗ.</verse>
				<verse number="33">Канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пуринпе те пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Эпӗ сирӗн пата Кенхрейӑри ӗненекен ушкӑнра пулӑшса тӑракан Фива тӑванӑмӑра яратӑп;</verse>
				<verse number="2">эсир ӑна сӑваплӑ ҫынсене епле хапӑл тума тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫашӑн ҫапла хапӑл тӑвӑр; хӑвӑр патӑрта пурӑннӑ чухне унӑн мӗн ҫитменнине тивӗҫтерӗр, пулӑшӑр ӑна, вӑл хӑй те нумайӑшне пулӑшрӗ, мана хама та пулӑшрӗ.</verse>
				<verse number="3">Манпа пӗрле Христос Иисусшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр;</verse>
				<verse number="4">вӗсем мана ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗрччӗ; вӗсене пӗр эпӗ анчах тав тумастӑп, суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте тав тӑваҫҫӗ; вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекенсене те салам калӑр.</verse>
				<verse number="5">Манӑн юратнӑ Епенета салам калӑр; Ахаире Христоса чи малтан вӑл ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="6">Мариама салам калӑр, вӑл пирӗншӗн нумай тӑрӑшрӗ.</verse>
				<verse number="7">Мана туртӑм тивекен, манпа пӗрле тӗрмере ларнӑ Андроникпа Юнийӑна салам калӑр, вӗсем апостолсем хушшинче мухтавлӑ, вӗсем Христоса манран малтанах ӗненнӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ Ҫӳлхуҫана ӗненни урлӑ юратакан Амплие салам калӑр.</verse>
				<verse number="9">Пирӗнпе пӗрле Христосшӑн ӗҫленӗ Урбана тата эпӗ юратакан Стахие салам калӑр.</verse>
				<verse number="10">Христоса пӗтӗм чунтан парӑннӑ Апеллеса салам калӑр. Аристовул кил-йышӗнчи ӗненекенсене те салам калӑр.</verse>
				<verse number="11">Манӑн хурӑнташӑма Иродиона салам калӑр. Наркисс кил-йышӗнчисене, Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшакансене, салам калӑр.</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшакан Трифенпа Трифоса салам калӑр. Юратнӑ Персидӑна салам калӑр, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн нумай тӑрӑшрӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Руфа салам калӑр, тата унӑн амӑшне те салам калӑр, маншӑн та вӑл аннем пулчӗ.</verse>
				<verse number="14">Асинкрита, Флегонта, Ерма, Патрова, Ермие, вӗсемпе пӗрле пурӑнакан ытти тӑвансене те салам калӑр.</verse>
				<verse number="15">Филолога, Юлийӑна, Нирее, унӑн йӑмӑкне, тата Олимпана, вӗсемпе пӗрле пурӑнакан ытти пур сӑваплӑ ҫынна та салам калӑр.</verse>
				<verse number="16">Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлтан чуптуса ырӑ сунӑр. Сире Христоса ӗненекен пур ушкӑн та салам ярать.</verse>
				<verse number="17">Эй тӑванӑмсем, тархасласа калатӑп сире: хӑвӑр мӗне вӗренсе ҫитнине урӑхла вӗрентсе сире уйӑракан, ултава кӗртекен ҫынсенчен сыхланӑр; вӗсенчен пӑрӑнӑр.</verse>
				<verse number="18">Ун пек ҫынсем Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӑрӑшмаҫҫӗ, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; вӗсем йӑпӑлтатса, ӑста калаҫса айван ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Эсир чӑн тӗне пӑхӑнса пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп, ҫавах та эпӗ сире: ырӑ тума ӑслӑ пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр, тетӗп.</verse>
				<verse number="20">Канӑҫлӑх Турри шуйттана ҫӗнтерсе сирӗн урӑр айне тӑвасси ҫывӑх ӗнтӗ. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле! Аминь.</verse>
				<verse number="21">Сире манпа пӗрле тӑрӑшса ӗҫлекен Тимофей тата манӑн хурӑнташӑмсем Луций, Иасон, Сосипатр салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа ячӗпе сире эпӗ те, ҫак ҫырӑва ҫыракан Тертий, салам яратӑп.</verse>
				<verse number="23">Мана хӑй килӗнче усракан, ютран килнӗ пур ӗненекене те пӑхакан Гаий сире салам ярать. Хула хыснине упракан Ераст тата Кварт тӑванӑмӑр та сире салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="46">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павел тата Сосфен тӑван —</verse>
				<verse number="2">Туррӑн Иисус Христос урлӑ тасалнӑ, сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗ Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пур ҫӗрте те, кирек ӑҫта та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ятне асӑнакансене пурне те:</verse>
				<verse number="3">сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="4">Сире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн тивлетне панӑшӑн эпӗ Туррӑма сирӗншӗн яланах тав тӑватӑп;</verse>
				<verse number="5">Иисус Христос урлӑ эсир пур ырӑлӑхран та пуйрӑр: хӑватлӑ калаҫакан, пурне те ӑнласа илекен пултӑр, —</verse>
				<verse number="6">Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑша тӗреклӗ вырӑнаҫнӑ,</verse>
				<verse number="7">ӗнтӗ сирӗн, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килессе кӗтсе тӑракансенӗн, ҫитмен ырӑлӑх пӗртте ҫук;</verse>
				<verse number="8">Вӑл сире вӗҫне ҫитичченех тӗрек парса тӑрӗ, вара эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче айӑпсӑр пулӑр.</verse>
				<verse number="9">Сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, Ҫӳлхуҫамӑрпа, пӗрле пулма чӗнсе илнӗ Турӑ шанчӑклӑ.</verse>
				<verse number="10">Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: сирӗн пурсӑрӑн та пӗр пек сӑмах пултӑр, пӗр-пӗринчен уйӑрӑлмалла ан пулӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пӗрле тӑрӑр.</verse>
				<verse number="11">Эй тӑванӑмсем, эпӗ Хлоя килӗнчи ҫынсенчен эсир тавлӑ тӑнине пӗлтӗм.</verse>
				<verse number="12">Сирӗн хушшӑрта: «эпӗ — Павелӑн», «эпӗ — Аполлосӑн», «эпӗ — Кифанӑн», «эпӗ — Христосӑн» тесе калаҫаҫҫӗ тет, эпӗ ҫавӑн ҫинчен калатӑп.</verse>
				<verse number="13">Ара, Христос темиҫе пая уйӑрӑлнӑ-им? сирӗншӗн Павел пӑталаннӑ-им? е эсир Павел ячӗпе тӗне кӗтӗр-и?</verse>
				<verse number="14">Тавах Турра: Криспа Гаийсӗр пуҫне эпӗ сире никама та тӗне кӗртмен:</verse>
				<verse number="15">ман ҫинчен никам та: «вӑл пире хӑй ячӗпе тӗне кӗртрӗ» тесе калас ҫук.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ тата Стефан кил-йышне тӗне кӗртнӗччӗ; урӑх кама та пулин тӗне кӗртнине астумастӑп.</verse>
				<verse number="17">Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме ячӗ; Христос хӗресӗн хӑвачӗ ан ҫухалтӑр тесе, манӑн ҫакна хайласа кӑларнӑ сӑмахсемпе каламалла мар.</verse>
				<verse number="18">Хӗрес ҫинчен вӗрентни — пӗтекеннисемшӗн ҫеҫ ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн вара, ҫӑлӑнаканнисемшӗн, — Турӑ хӑвачӗ вӑл.</verse>
				<verse number="19">Ҫырура ҫапла каланӑ: «ӑслисенӗн ӑсне пӗтерӗп, ӑнлисене ӑнран ярӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="20">Ӑҫта ӗнтӗ ӑслӑ ҫын? ӑҫта кӗнекеҫӗ? ӑҫта ку тӗнченӗн ыйтса тӗпчекен ҫынни? Турӑ тӗнче ӑслӑлӑхӗ ӑссӑрлӑх пулнине кӑтартса памарӗ-и-ха?</verse>
				<verse number="21">Тӗнче Туррӑн ӑслӑлӑхне курса тӑрса та хӑй ӑсӗпе Турра пӗлеймен, ҫавӑнпа Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр курӑнакан вӗрентӳпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.</verse>
				<verse number="22">Иудейсем хӑватсем тума хушаҫҫӗ, эллинсем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="23">эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл — такӑнтараканни, эллинсемшӗн — ӑссӑрлӑх;</verse>
				<verse number="24">чӗнсе илнисемшӗн вара иудейсемшӗн те, эллинсемшӗн те Вӑл — Турӑ хӑвачӗ, Турӑ ӑслӑлӑхӗ.</verse>
				<verse number="25">Туррӑн ӑссӑрлӑх евӗрли те этемӗннинчен ӑслӑ, вӑйсӑр евӗрли те этемӗннинчен хӑватлӑ.</verse>
				<verse number="26">Эй тӑванӑмӑрсем, сире Турӑ чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнине аса илӗр-ха: (этем виҫипе виҫсессӗн) сирӗн хушшӑрта ӑслисем те, вӑйлисем те, чаплӑ ӑруран ҫуралнисем те нумай марччӗ.</verse>
				<verse number="27">Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн тӗнчен ӑссӑрлӑхне суйласа илнӗ, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн Турӑ тӗнчен вӑйсӑрлӑхне суйласа илнӗ;</verse>
				<verse number="28">чаплисене пӑрахӑҫа кӑлармашкӑн Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, хисепрен кӑларнисене, нимӗн вырӑнне те хуманнисене суйласа илнӗ —</verse>
				<verse number="29">Турӑ умӗнче нимӗнле ҫын та ан мухтантӑр тенӗ.</verse>
				<verse number="30">Ун урлӑ эсир те Христос Иисуспа пӗрлешнӗ, Вӑл пире Турӑран ӑс паракан, тӳрре кӑларакан, тасатакан, хӑтаракан пулчӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫапла Ҫырура: «мухтанаканӗ Ҫӳлхуҫапа мухтантӑр» тесе ҫырнӑ пек пулнӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата пынӑ чухне Турӑ пӗлтернине сире питӗ ӑста калаҫса е хайласа каласа парас тесе пымарӑм;</verse>
				<verse number="2">Иисус Христоссӑр пуҫне, пӑталанӑ Христоссӑр пуҫне, сирӗн патӑрта манӑн асӑмра урӑх нимӗн те ан пултӑр терӗм.</verse>
				<verse number="3">Сирӗн патӑрта эпӗ халсӑрччӗ, хӑраса, темӗн тӗрлӗ чӗтресе пурӑнтӑм.</verse>
				<verse number="4">Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ хӑвачӗпе никӗслентӗр тесе, эпӗ хамӑн сӑмахӑма, хам вӗрентнине каланӑ чухне этем ӑслӑлӑхӗ ҫине таянмарӑм, манӑн сӑмахӑмра — Таса Сывлӑш хӑвачӗччӗ.</verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">Ӑслӑлӑха эпир ҫирӗп ӗненекенсене вӗрентетпӗр, анчах вӑл — ку тӗнче ӑслӑлӑхӗ мар; ҫак тӗнче пуҫлӑхӗсен — пӗтес ҫынсенӗн — ӑслӑлӑхӗ те мар;</verse>
				<verse number="7">эпир Туррӑн палӑрми, пӗлсе ҫитерейми ӑслӑлӑхне вӗрентетпӗр — Турӑ ӑна пире мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗртен малтанах хатӗрлесе хунӑ;</verse>
				<verse number="8">ҫав ӑслӑлӑха ку тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлмен, пӗлнӗ пулсассӑн мухтавлӑ Турра пӑталаман пулӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакӑн ҫинчен Ҫырура ҫапла каланӑ: || «Турӑ Хӑйне юратакансем валли хатӗрлесе хунине куҫ та курман, хӑлха та илтмен, ҫакна этем чӗри те туйман» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Турӑ пире ун ҫинчен Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ пӗлтерчӗ: Сывлӑш пурне те витӗр пӗлет, Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене те пӗлсе тӑрать.</verse>
				<verse number="11">Этем ӑшӗнчине ҫав ҫын ӑшӗнче пурӑнакан чунсӑр пуҫне тата кам пӗлтӗр? Туррӑнне те ҫавӑн пекех Турӑ Сывлӑшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест.</verse>
				<verse number="12">Турӑ хамӑра панӑ ырӑлӑха пӗлмешкӗн эпир ку тӗнче сывлӑшне мар, Турӑ Сывлӑшне илнӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир ҫакӑн ҫинчен этем ӑслӑлӑхӗ вӗрентнӗ сӑмахпа каламастпӑр, хамӑра Таса Сывлӑш вӗрентнӗ сӑмахпа калатпӑр, Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса панине пӗлтеретпӗр.</verse>
				<verse number="14">Таса Сывлӑшсӑр ҫын Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине йышӑнмасть; Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине вӑл ӑссӑрлӑх вырӑнне хурать, ӑна ӑнласа илме те пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑн ҫинчен калама Таса Сывлӑшлӑ пулмалла.</verse>
				<verse number="15">Таса Сывлӑшлӑ ҫын кирек мӗн ҫинчен те сӳтсе явма пултарать, ун ҫинчен вара никам та сӳтсе явма пултараймасть.</verse>
				<verse number="16">«Ҫӳлхуҫана вӗрентмешкӗн Унӑн ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?» Пирӗнте Христос ӑсӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗнпе Таса Сывлӑшлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫма пултараймарӑм, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христоса ӗненес тӗлӗшрен пӗчӗкҫӗ ачасемпе танлашакансемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ сире сӗтпе тӑрантарса пурӑнтӑм, хытӑ ҫимӗҫ памарӑм: эсир халсӑрччӗ, эсир халӗ те халсӑр,</verse>
				<verse number="3">мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ те ӳтшӗн пурӑнатӑр. Эсир ӑмсанатӑр, пӗр-пӗринпе хирӗҫетӗр-тавлашатӑр пулсассӑн, ӳтшӗн пурӑнакансем, этем йӑлине туса тӑракансем пулмастӑр-и вара?</verse>
				<verse number="4">Пӗри: «Эпӗ — Павелӑн», тепӗри: «Эпӗ — Аполлосӑн» тетӗр пулсассӑн, эсир ӳтшӗн пурӑнакансем мар-и вара?</verse>
				<verse number="5">Павел кам? Аполлос кам? Хушнине тӑвакансем анчах вӗсем, эсир вӗсем урлӑ ӗнентӗр, ӗҫлессе те вӗсем Ҫӳлхуҫа хӑйсене панӑ хал таран анчах ӗҫлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ, ӳстерессе Турӑ ӳстерчӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа лартаканӗ те, шӑвараканӗ те нимӗн те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет.</verse>
				<verse number="8">Ҫав тӗлӗшрен лартаканӗ те, шӑвараканӗ те пӗрех, вӗсем ӗҫне кура тивӗҫлине илӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Эпир — Туррӑн ӗҫлекенӗсем, эсир — Туррӑн хирӗ, Турӑ лартакан ҫурт.</verse>
				<verse number="10">Турӑ панӑ тивлете кура, эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗсне хутӑм, тепӗри ун ҫине ҫурт хӑпартать; анчах хӑй мӗнле хӑпартнине кашнийӗ астусах тӑтӑр.</verse>
				<verse number="11">Пӗрре хунӑ никӗссӗр пуҫне никам та урӑх никӗс хума пултараймасть, ҫав никӗс — Иисус Христос.</verse>
				<verse number="12">Ҫав никӗс ҫине кам мӗнле ҫурт лартнине — ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулран-и, йывӑҫран-и, утӑран-и, улӑмран-и —</verse>
				<verse number="13">кашнийӗн ӗҫӗ кӑтартса парӗ; сут кунӗнче вут-ҫулӑм ӑшӗнче пурте паллӑ пулӗ: кашнийӗн ӗҫӗ мӗнлине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ.</verse>
				<verse number="14">Камӑн ӗҫӗ тӑрса юлӗ, ҫавӑ хӑйне тивӗҫлине илӗ;</verse>
				<verse number="15">камӑн ӗҫӗ ҫунса кайӗ, ҫавӑн ӗҫлени харама кайӗ; хӑй ҫавах та вут-ҫулӑмран хӑтӑлнӑ пек хӑтӑлса юлӗ.</verse>
				<verse number="16">Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ иккенне, ӑшӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пурӑннине пӗлместӗр-им эсир?</verse>
				<verse number="17">Кам та пулин Турӑ ҫуртне ҫӗмӗрсессӗн, Турӑ ӑна хӑйне пӗтерӗ: Турӑ ҫурчӗ сӑваплӑ; ҫав ҫурт эсир пулатӑр.</verse>
				<verse number="18">Хӑйне хӑй никам та ан улталатӑр. Сирӗн хушшӑрта кам та пулин ҫак тӗнчере хӑйне ӑслӑ тесе шухӑшлать пулсассӑн, вӑл ӑслӑ пуласшӑн ӑссӑр пултӑр,</verse>
				<verse number="19">мӗншӗн тесессӗн ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче — ӑссӑрлӑх. Ҫырура та: «Турӑ ӑслисене хӑйсенӗн чеелӗхӗпе тытать» тесе ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="20">Тата каланӑ: «ӑслисенӗн шухӑшӗ нимӗн те маррине Ҫӳлхуҫа пӗлет» тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑнпа ӗнтӗ этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн пурте сирӗн:</verse>
				<verse number="22">Павел-и, Аполлос-и, Кифа-и, тӗнче-и, пурӑнӑҫ-и, вилӗм-и, хальхи-и, малашнехи-и — пурте сирӗн;</verse>
				<verse number="23">эсир вара — Христосӑн, Христос — Туррӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пире пурте Христос хушнине тӑвакансем вырӑнне, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗсене упракансем вырӑнне хумалла.</verse>
				<verse number="2">Ун пек ҫынсем кирек хӑшӗ те шанчӑклӑ пулмалла.</verse>
				<verse number="3">Эсир ман ҫинчен мӗн калани е ытти ҫынсем мӗн калани маншӑн нимӗн те мар; эпӗ хам ҫинчен хам та нимӗн те каламастӑп.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ хам тӗлӗшпе нимӗнле айӑп та курмастӑп, ҫавах хама айӑпсӑр теместӗп; мана сут тӑваканни — Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑхӑт ҫитмесӗр, Ҫӳлхуҫа килмесӗр нимӗнле сут та ан тӑвӑр; Вӑл сӗмлӗхре пытаннине ҫутта кӑларӗ, ӑшри шухӑшсене курӑнакан тӑвӗ, ун чухне вара Турӑран кирек кам та хӑй мухтавне илӗ.</verse>
				<verse number="6">Эй тӑванӑмсем, ҫакна эпӗ сирӗн валли хампа Аполлоса тӗслӗхе илсе кӑтартрӑм, пирӗнтен вӗренччӗр, «ҫырнинчен ан иртчӗр», хӑйсене пӗр-пӗринчен мала ан хуччӑр.</verse>
				<verse number="7">Сана кам мала хурать-ха? Турӑран илменни санӑн мӗн пур? Турӑран илнӗ пулсан, мӗншӗн Унран нимӗн илмен пек мухтанатӑн?</verse>
				<verse number="8">Эсир ӗнтӗ мӑй таран тӑраннӑ, пуйса ҫитнӗ, пирӗнсӗрех патшана ларнӑ. Ах, эсир чӑнахах патша пек пулсанччӗ, вара сирӗнпе пӗрле эпир те патша пек пулӑттӑмӑр!</verse>
				<verse number="9">Турӑ пире, апостолсене, вӗлермелле тунӑ ҫынсенӗн вырӑнне, чи хыҫалтине, панӑ пулӗ тетӗп, мӗншӗн тесессӗн пире ӗнтӗ тӗнче, ангелсем, этемсем курма пуҫтарӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Эпир Христосшӑн ӑссӑр пек пултӑмӑр, эсир Христос урлӑ ӑсла тухрӑр; эпир вӑйсӑр, эсир тӗреклӗ; эсир мухтавлӑ, эпир хисепрен тухрӑмӑр.</verse>
				<verse number="11">Паянхи кунчченех эпир ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман пурӑнатпӑр, хӗненине тӳсетпӗр, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳретпӗр;</verse>
				<verse number="12">хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе, тар юхтарса тӑранса пурӑнатпӑр. Пире усал сӑмахпа хӑртаҫҫӗ — эпир пиллетпӗр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ — эпир тӳсетпӗр;</verse>
				<verse number="13">пире хурлаҫҫӗ — эпир вӗсемшӗн Турра йӑлӑнатпӑр; эпир тӗнчешӗн халичченех ҫӳпӗ пек, пурте таптакан тусан пек.</verse>
				<verse number="14">Ҫакна сире намӑслантарасшӑн ҫырмастӑп, юратнӑ ачамсем вырӑнне хурса сире ӑса вӗрентетӗп:</verse>
				<verse number="15">Христос ячӗпе вӗрентекен сирӗн темиҫе пин пулсан та, аҫӑрсем нумай мар; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе Христос Иисус урлӑ эпӗ сире ҫӗнӗрен ҫуратрӑм.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа ӗнтӗ тархаслатӑп сире: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пек, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнпа эпӗ сирӗн пата Тимофее — хамӑн савнӑ ывӑлӑма, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскере — ятӑм, вӑл сире эпӗ епле Христос ҫулӗпе пынине, ӗненекен ушкӑнсенче пур ҫӗрте те епле вӗрентнине асӑра илтерӗ.</verse>
				<verse number="18">Сирӗн хушшӑрта хӑшӗсем мӑнкӑмӑллансах кайнӑ, вӗсем эпӗ сирӗн пата пымастӑп тесе шутлаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа пӳрсен эпӗ кӗҫех сирӗн пата ҫитӗп те мӑнкӑмӑлланса кайнисенӗн сӑмахӗ мӗнлине мар, вӗсенӗн хӑвачӗ мӗнлине кӑтартса парӑп:</verse>
				<verse number="20">Турӑ Патшалӑхӗ — сӑмахра мар, хӑватра.</verse>
				<verse number="21">Эсир хӑшне кӑмӑллатӑр — сирӗн пата туяпа пырас-и е юратса йӑваш кӑмӑлпа пырас-и?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Сирӗн хушшӑрта аскӑн ӗҫ пуҫланнӑ тет; ку тӗрӗс хыпар: пӗри амаҫурипе пурӑнать тет, ун пек аскӑн ӗҫ туни суя тӗнлисем хушшинче те илтӗнмест.</verse>
				<verse number="2">Эсир хуйхӑрса йӗрес вырӑнне тата мӑнкӑмӑлланса кайнӑ; ҫавнашкал ӗҫ тӑвакан ҫынна сирӗн хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа кӑларса ямаллаччӗ.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ ӳтӗмпе сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пулса, сирӗнпе пӗрлех тӑнӑ пек, ҫапла тума йышӑнтӑм:</verse>
				<verse number="4">эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе пӗрле пуҫтарӑнсассӑн, — сывлӑшӑмпа эпӗ те сирӗнпе пӗрле пулӑп, — ҫавӑн пек ӗҫ тунӑ ҫынна Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗпе сирӗн шуйттан аллине памалла: ӗнтӗ ӳчӗ ҫылӑха пула асаплантӑр, чунӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче ҫӑлӑнса юлтӑр.</verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">Сирӗн мухтанмалли нимӗн те ҫук. || Сахал кӑвас чустиех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-и-мӗн эсир?</verse>
				<verse number="7">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗнӗ чуста пулмашкӑн кивӗ кӑвас чустинчен хӑтӑлӑр, сирӗн йӳҫӗтмен чуста пулмалла, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Пасхӑна, Христоса, пирӗншӗн парнене кӳнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа ӗнтӗ уява кивӗ кӑвас чустипе, ҫылӑхпа ултав кӑвас чустийӗпе, тӑвас мар, тутлӑлла ҫӑкӑрпа — тасалӑхпа, чӑнлӑхпа — уяв тӑвас.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ сире аскӑн ҫынсемпе ан хутшӑнӑр тесе ҫырса янӑччӗ;</verse>
				<verse number="10">ку сӑмах ҫак тӗнчери аскӑнчӑксемпе, сӑптӑрҫӑсемпе, вӑрӑсемпе, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пӗринпе те ан хутшӑнӑр тени пулмасть: апла сирӗн ку тӗнчерен тухсах каймалла пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="11">Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, — эпӗ сире ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырса янӑччӗ.</verse>
				<verse number="12">Тулашрисене мӗншӗн сут тӑвас манӑн? Сирӗн хӑвӑр хушшӑртисене сут тумалла мар-и-ха?</verse>
				<verse number="13">Тулашӗнчисене Турӑ сут тӑвать. Ҫапла ӗнтӗ пӑсӑлнисене хӑвӑр хушшӑртан кӑларса пӑрахӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Сирӗн хушшӑрта пӗрин тепӗринпе тавӑҫ тухсан, епле-ха вӑл ҫав ӗҫе сӑваплӑ ҫынсем патӗнче татса парас вырӑнне ҫылӑхлӑ ҫынсен патӗнче сут тутарма вӑтанмасть?</verse>
				<verse number="2">Сӑваплӑ ҫынсем тӗнчене сут тӑвассине пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Эсир пӗтӗм тӗнчене сут тумалла пулсан, пӗчӗкҫӗ ӗҫсене татса пама тивӗҫлӗ мар-и вара?</verse>
				<verse number="3">Эпир ангелсене те сут тӑвассине пӗлместӗр-и-мӗн? апла ӗнтӗ кулленхи пурӑнӑҫри ӗҫсене татса парасси нимӗн те мар.</verse>
				<verse number="4">Эсир вара кулленхи пурӑнӑҫри тавӑҫсене татса памашкӑн ӗненекенсем хушшинче ниме юрӑхсӑр ҫынсене хӑвӑр тӳрӗрсем тӑватӑр.</verse>
				<verse number="5">Сире намӑслантарасшӑнах калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан пӗр ӑслӑ ҫын та ҫук-и сирӗн?</verse>
				<verse number="6">Тӑванпа тӑван сутлашать, ҫитменнине тата — ӗненмен ҫынсем умӗнче.</verse>
				<verse number="7">Пӗр-пӗринпе тавлӑ тӑни те сирӗншӗн темӗн тӗрлӗ намӑс. Хур тунине чӑтсан авантарах пулмӗччӗ-и? хӑвӑра ҫаратнине тӳссен лайӑхрах пулмӗччӗ-и?</verse>
				<verse number="8">Эсир хӑвӑр хур тӑватӑр, ҫарататӑр, ҫитменнине тата тӑванӑрсенченех тӑпӑлтарса илетӗр.</verse>
				<verse number="9">Йӗркесӗр ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗрес ҫуккине пӗлместӗр-и эсир? Ан улталанӑр: аскӑнчӑксем те, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем те, ясар ҫынсем те, хӑйсем тӗллӗн асакансем те, арпа асакан арҫынсем те,</verse>
				<verse number="10">вӑрӑсем те, сӑптӑрҫӑсем те, ӗҫке ернисем те, элекҫӗсем те, ҫаратакансем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Эсир те хӑшӗсем ҫавсем пек пурӑнаттӑр, эсир ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе, Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе ҫӑвӑнтӑр, тасалтӑр, тӳрре тухрӑр.</verse>
				<verse number="12">«Мана пурне те тума ирӗк панӑ», анчах пуртех усӑллӑ мар; «мана пурне те тума ирӗк панӑ», анчах мана нимӗн те ан пӑхӑнтартӑр.</verse>
				<verse number="13">«Апат-ҫимӗҫ хырӑм валли, хырӑм апат-ҫимӗҫ валли» — анчах Турӑ ӑна та, кӑна та пӗтерӗ; ӳт аскӑнлӑх валли мар, Ҫӳлхуҫа валли, Ҫӳлхуҫа ӳтшӗн те тӑрӑшать.</verse>
				<verse number="14">Турӑ Ҫӳлхуҫана вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе пире те чӗртсе тӑратӗ.</verse>
				<verse number="15">Сирӗн ӳтӗрсем Христос пайӗсем иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫавӑнпа ӗнтӗ аскӑн арӑм пайӗсем тумашкӑн Христосран Ун пайӗсене туртса илӗп-и эпӗ? Пулас ҫук ку!</verse>
				<verse number="16">Аскӑн арӑмпа хутшӑнакан унпа пӗр ӳт пулнине пӗлместӗр-и-мӗн? Ҫырура каланӑ: «иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫапа пӗрлешекен Унпа пӗр сывлӑш пулать.</verse>
				<verse number="18">Аскӑнлӑхран тарӑр; этем тӑвакан ытти ҫылӑх ӳте сиен тумасть; аскӑн ӗҫ тӑвакан хӑй ӳтне сиен туса ҫылӑха кӗрет.</verse>
				<verse number="19">Сирӗн ӳтӗр хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Таса Сывлӑш ҫурчӗ иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫав Сывлӑша эсир Турӑран илнӗ, эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар:</verse>
				<verse number="20">сире пысӑк хак парса илнӗ. || Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир ӳтӗрпе те, чунӑрпа та Турра аслӑласа пурӑнӑр, вӗсем — Туррӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Эсир ман патӑма: «Хӗрарӑмпа хутшӑнманни арҫыншӑн лайӑхрах» тесе ҫырнӑ, ҫакӑн пирки акӑ мӗн калам.</verse>
				<verse number="2">Ҫавах та аскӑн ӗҫ тӑвасран арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗ пултӑр, хӗрарӑмӑн хӑйӗн упӑшки пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Упӑшки арӑмӗ тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне туса тӑтӑр, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшки тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне туса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="4">Арӑм хӑй ӳтне хӑй хуҫа мар, упӑшки хуҫа; упӑшки те хӑй ӳтне хӑй хуҫа мар, арӑмӗ хуҫа.</verse>
				<verse number="5">Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр, пӑрӑнсан та, пӗр-пӗринпе килӗшсе е чунтан кӗлтӑвасшӑн, е типӗ тытасшӑн пӗр авкана анчах пӑрӑнӑр, унтан каллех пӗрле пулӑр; хӑвӑра чарайман пирки шуйттан сире ан улталайтӑр.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна эпӗ хушсах каламастӑп, ӑс парса анчах калатӑп.</verse>
				<verse number="7">Манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет; анчах пурте Турӑран хӑйне кура хастар илнӗ: пӗри — пӗр тӗрлӗ, тепӗри — тепӗр тӗрлӗ.</verse>
				<verse number="8">Мӑшӑрланманнисене, тӑлӑх арӑмсене ҫапла калатӑп: вӗсене ман пек пурӑнни аван.</verse>
				<verse number="9">Хӑйсене хӑйсем чарма пултараймасассӑн мӑшӑрланччӑр: аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах.</verse>
				<verse number="10">Мӑшӑрланнисене эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар,</verse>
				<verse number="11">(уйӑрӑлас пулсассӑн качча каймасӑр пурӑнмалла е хӑйӗн упӑшкипе килӗштермелле;) упӑшкин те арӑмӗнчен уйӑрӑлмалла мар.</verse>
				<verse number="12">Ыттисене ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мар, эпӗ хам ҫапла калатӑп: || пӗр-пӗр тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, арӑмӗн унпа пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, вӑл арӑмне ан пӑрахтӑр.</verse>
				<verse number="13">Арӑмӗ те, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан та, арӑмӗпе пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр.</verse>
				<verse number="14">Ӗнтӗ ӗненмен упӑшка арӑмӗ ӗненни урлӑ тасалать, ӗненмен арӑм та упӑшки ӗненни урлӑ тасалать. Унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла таса.</verse>
				<verse number="15">Ӗненмен хӑрах уйӑрӑласшӑн пулсан — уйӑрӑлтӑр; ун пек чухне вара ар тӑван та, хӗрарӑм тӑван та ирӗклӗ; Ҫӳлхуҫа пире килӗштерсе пурӑнма хушать.</verse>
				<verse number="16">Арӑм, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн — тен, упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн? Эсӗ те, упӑшки, ӑҫтан пӗлетӗн — тен, арӑмна ҫӑлса хӑварӑн?</verse>
				<verse number="17">Анчах хӑвӑра Турӑ епле кӑтартса панӑ, Ҫӳлхуҫа чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, пурсӑр та ҫаплипех пурӑнӑр. Эпӗ пур ӗненекен ушкӑна та ҫапла пурӑнма хушатӑп.</verse>
				<verse number="18">Ӳт кастарнӑ халлӗн чӗнсе илни ӳтне кастарнине ан пытартӑр; ӳтне кастарман халлӗн чӗнсе илни ӳтне ан кастартӑр.</verse>
				<verse number="19">Ӳт кастарни те нимӗн те мар, кастарманни те нимӗн те мар, пурте Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑнинчен килет.</verse>
				<verse number="20">Чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, пурсӑр та ҫаплипех тӑрӑр.</verse>
				<verse number="21">Сана чура халлӗн чӗнсе илнӗ пулсассӑн, ан имен; анчах та ирӗке тухма пултаратӑн пулсассӑн, ҫакӑнпа усӑ кур.</verse>
				<verse number="22">Ҫӳлхуҫа ячӗпе чӗнсе илнӗ чура Ҫӳлхуҫашӑн — ирӗклӗ ҫын; ҫавӑн пекех чӗнсе илнӗ ирӗклӗ ҫын — Христос чури.</verse>
				<verse number="23">Сире пысӑк хак парса илнӗ, эсир ҫын чури ан пулӑр.</verse>
				<verse number="24">Эй тӑванӑмсем, чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, Турӑ умӗнче те пурте ҫаплипех тӑрӑр.</verse>
				<verse number="25">Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫинчен Ҫӳлхуҫа мана нимӗн те хушман, Ҫӳлхуҫанӑн шанчӑклӑ ҫынни пулмашкӑн Унран ырӑлӑх илнӗрен эпӗ сире ӑс анчах паратӑп.</verse>
				<verse number="26">Ман шутпа, ҫак йывӑр пурӑнӑҫра этеме халь мӗнле пур, ҫавӑн пек юлни аванрах.</verse>
				<verse number="27">Эсӗ арӑмлӑ ҫын-и? арӑмупа уйӑрӑласшӑн ан пул; арӑмсӑр юлнӑ-и? арӑм ан шыра.</verse>
				<verse number="28">Авланнипе те ҫылӑха кӗмӗн; хӗр те качча кайнипе ҫылӑха кӗмӗ. Анчах ун пеккисем ӳт пирки хуйхӑ курмалла пулӗҫ; эпӗ сире хӗрхенетӗп.</verse>
				<verse number="29">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: вӑхӑт кӗскелсе килчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та арӑмлисенӗн арӑмсӑр пек пулас пулать;</verse>
				<verse number="30">йӗрекенсенӗн йӗмен пек, савӑнакансенӗн савӑнман пек, туянакансенӗн япала туянман пек,</verse>
				<verse number="31">ку тӗнче уссине куракансенӗн усӑ курман пек пулас пулать, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче йӗрки пӗтсе пырать.</verse>
				<verse number="32">Манӑн сире тертленмесӗр пурӑнтарас килет. Авланман ҫын, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать;</verse>
				<verse number="33">авланнӑ ҫын, арӑма епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать. Арӑмпа хӗр хушшинче те уйрӑмлӑх пур:</verse>
				<verse number="34">качча кайманни ӳчӗпе те, чунӗпе те таса пуласшӑн, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Турӑ ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать; качча кайни, упӑшкине епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать.</verse>
				<verse number="35">Ҫакна эпӗ сире мӑйкӑчласшӑн каламастӑп, усӑ кӑтартасшӑн калатӑп: сирӗн ыррӑн пурӑнса, Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе тӑмалла пултӑр тетӗп.</verse>
				<verse number="36">Ҫулланнӑ хӗрӗ качча каймасӑр юлни кама та пулин аван мар пек туйӑнать пулсассӑн, вӑл хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр: ҫылӑха кӗмӗ; ун пек хӗрсем качча кайччӑр.</verse>
				<verse number="37">Ҫапах та, никам хистемесӗр, хӑй ӗҫне хӑй пуҫ пулса, хӗрне качча памасӑр усрама шухӑш тытнӑ ҫын, ҫав шухӑша пӗр иккӗленмесӗр ҫирӗп тытса тӑракан ҫын, лайӑх тӑвать.</verse>
				<verse number="38">Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӗрне качча паракан лайӑх тӑвать, качча паманни тата лайӑхрах тӑвать.</verse>
				<verse number="39">Саккун арӑма упӑшки пурӑннӑ чухне ҫеҫ чарса тӑрать; упӑшки вилсессӗн арӑмӑн кирек кама качча кайма та ирӗкӗ пур, анчах вӑл Ҫӳлхуҫана ӗненекене качча кайтӑр.</verse>
				<verse number="40">Ҫапах та вӑл, эпӗ ӑс панӑ пек, качча каймасӑр юлсассӑн телейлӗрех пулӗ; эпӗ вара манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур тесе шухӑшлатӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Йӗрӗхсене чӳкленӗ ҫимӗҫ ҫинчен калас пулсассӑн, эпир ҫакӑн ҫинчен пурсӑмӑр та пӗлетпӗр; анчах пӗлни мӑнаҫлантарать, юратни пӗрлештерет.</verse>
				<verse number="2">Мӗн те пулин пӗлетӗп тесе шухӑшлакан кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест.</verse>
				<verse number="3">Кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет.</verse>
				<verse number="4">Ҫапла ӗнтӗ йӗрӗхсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиесси-ҫимесси ҫинчен эпир ҫакна пӗлетпӗр: йӗрӗх тӗнчере нимӗн те мар, Пӗртен-пӗррисӗр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.</verse>
				<verse number="5">Тӳпере е ҫӗр ҫинче ӗнтӗ «турӑ» тенӗскерсем пулсан та (чӑнах, «турӑ» тенӗскерсем те, «хуҫа» тенӗскерсем те нумай),</verse>
				<verse number="6">пирӗн пӗр Атте Турӑ анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Унран пулнӑ, эпир Уншӑн пурӑнатпӑр; пирӗн тата пӗр Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, эпир Ӑна пула пурӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="7">Анчах ҫавна пурте пӗлмеҫҫӗ: хӑшӗсем халичченех унчченхи йӑлапа йӗрӗхсене хисеплесе, чӳк ҫимӗҫне «турра» кӳнӗ парне вырӑнне хурсах ҫиеҫҫӗ, вара хӑйсем ҫирӗп пулайманшӑн, ҫапла ирсӗрленнӗшӗн намӑсланса ӳкӗнеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне ҫывӑхартмасть: ҫисессӗн те пирӗн нимӗн те хушӑнмасть; ҫимесессӗн те эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр.</verse>
				<verse number="9">Ҫавах та эсир сыхланӑр: хӑвӑр ҫакӑн пек ирӗклӗ пулни тӗрексӗррисене иккӗленмелле ан тутӑр.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ, пӗлекен ҫынах, йӗрӗхсен ҫуртӗнче сӗтел хушшинче ларнине пӗр-пӗр тӗрексӗр ҫын курсассӑн, унӑн кӑмӑлӗ те чӳк ҫимӗҫне ҫиес енне сулӑнмӗ-ши?</verse>
				<verse number="11">Ҫапла санӑн пӗлӗвӳ тӗрексӗр тӑванна пӗтерӗ; уншӑн Христос вилнӗ.</verse>
				<verse number="12">Эсир ҫапла тӑванӑрсен тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗрсе, вӗсенӗн тӗрексӗр кӑмӑлне пӑсса, Христоса хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗретӗр.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа ӗнтӗ, апат-ҫимӗҫ тӑвана ҫылӑх енне сулӑнтарать пулсан, тӑванӑма ҫылӑха кӗртес мар тесе эпӗ ӗмӗрне те аш ҫимӗп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Эпӗ апостол мар-им? Эпӗ ирӗклӗ мар-им? Эпӗ Иисус Христоса, Ҫӳлхуҫамӑра, курман-им? Эсир хӑвӑр та манӑн Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ ӗҫӗмех пулмастӑр-и вара?</verse>
				<verse number="2">Эпӗ ыттисемшӗн апостол пулмасан та, сирӗншӗн — апостол; || манӑн апостоллӑхӑм сире Ҫӳлхуҫана ӗнентернинчен паллӑ.</verse>
				<verse number="3">Хама айӑплакансенчен мана ҫакӑ хӳтӗлет.</verse>
				<verse number="4">Е пирӗн ӗҫме-ҫиме ирӗк ҫук-и?</verse>
				<verse number="5">Е пирӗн ытти апостолсем пек, Ҫӳлхуҫамӑр тӑванӗсем пек, тата Кифа пек, ӗненекен арӑма хамӑрпа ҫӳретме ирӗк ҫук-и?</verse>
				<verse number="6">Е пирӗн Варнавӑпа иксӗмӗрӗн ҫеҫ ӗҫлемесӗр пурӑнма юрамасть?</verse>
				<verse number="7">Ҫар ҫынни ҫарта тӑнӑ чухне хӑшӗ хӑй вӑйӗпе пурӑнать? Иҫӗм пахчи лартса ӳстерекен унӑн ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтнӗ чухне кӗтӳри выльӑх сӗтне ҫименни кам пур?</verse>
				<verse number="8">Ҫакна эпӗ ҫын шухӑшланӑ пек кӑна калатӑп-и? Саккун та ҫавнах каламасть-и вара?</verse>
				<verse number="9">Моисей саккунӗнче ҫапла ҫырнӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ. Турӑ вӑкӑрсемшӗн тӑрӑшать-и-мӗн?</verse>
				<verse number="10">Чӑннипе ӑна пирӗншӗн каламан-и вара? Тӗрӗс, ӑна пирӗншӗн ҫырнӑ: сухалакан пулас тырра илессе ӗмӗтленсе сухалать, авӑн ҫапакан та ҫавнах ӗмӗтленсе авӑн ҫапать.</verse>
				<verse number="11">Эпир сирӗн ӑшӑра чуна кирлине акрӑмӑр пулсассӑн, сирӗнтен ӳте кирлине вырса илни нумай-им вара вӑл?</verse>
				<verse number="12">Ыттисем сирӗнтен ҫавна тивӗҫлипе илеҫҫӗ пулсассӑн, эпир тата ытларах тивӗҫлӗ мар-и? Ҫапах та эпир ҫав тивӗҫлӗхпе усӑ курмарӑмӑр: Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сармашкӑн нимӗн те ан кансӗрлетӗр тесе эпир пурне те тӳсетпӗр.</verse>
				<verse number="13">Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем ҫавӑнтан панипе тӑранса пурӑннине, парне вырӑнӗ патӗнче ӗҫлесе тӑракансем парне вырӑнӗнчен пай илнине пӗлместӗр-им?</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑн пекех ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа та Евангели саракансене Ырӑ Хыпар пӗлтернипе тӑранса пурӑнма хушнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавах эпӗ ун пеккипе нимӗн те усӑ курман. Ҫакна та эпӗ хамшӑн ҫавӑн пек тутарасшӑн ҫырмастӑп: ун пек тӑвиччен вилсе выртни аванрах маншӑн — манӑн ырӑ ятӑма никам та ан пӗтерейтӗр.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп пулсан, манӑн нимӗн мухтанмалли те ҫук: ку — манӑн тумалли ӗҫ; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана!</verse>
				<verse number="17">Ҫав ӗҫе хам ирӗккӗн туса тӑрсассӑн, эпӗ тивӗҫлӗ пайта илӗттӗм; хистенипе туса тӑрсассӑн, ку вӑл хама шанса хушнӑ ӗҫе туни ҫеҫ пулать.</verse>
				<verse number="18">Мана мӗншӗн пайта пулӗ? Эпӗ Евангелие вӗрентсе, нимӗн илмесӗрех, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар саратӑп, Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн илме тивӗҫлипе усӑ курмастӑп, ҫавӑншӑн мана пайта пулӗ.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм:</verse>
				<verse number="20">иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм;</verse>
				<verse number="21">саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.</verse>
				<verse number="22">Тӗрексӗррисене ҫӑласшӑн вӗсемшӗн тӗрексӗр пек пултӑм. Хӑшне те пулин ҫӑласшӑн эпӗ пуриншӗн те хӑйсем пек пултӑм.</verse>
				<verse number="23">Ҫакна эпӗ Евангелишӗн тӑватӑп, манӑн та унӑн ырӑлӑхне курасчӗ тетӗп.</verse>
				<verse number="24">Пӗлместӗр-и-мӗн, ӑмӑртса чупакан ҫӗрте пурте чупаҫҫӗ, парнине вара пӗри ҫеҫ илет; ӗмӗтленнине илес тесессӗн ҫавӑн пек чупӑр.</verse>
				<verse number="25">Ӑмӑртма хатӗрленекенсем хӑйсене хӑйсем пур тӗлӗшпе те чаруллӑ тытаҫҫӗ: вӗсем пӗтекен парне илесшӗн, эпир пӗтми парне илесшӗн.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа эпӗ илесси-илмессине пӗлмесӗрех чупмастӑп, ҫиле ҫеҫ тивертесшӗн ҫапмастӑп;</verse>
				<verse number="27">ыттисене вӗрентнипе ҫеҫ мар, хамӑн та юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе эпӗ ӳтӗме чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ;</verse>
				<verse number="2">Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ;</verse>
				<verse number="3">пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ;</verse>
				<verse number="4">пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавах та вӗсем нумайӑшӗ Турра кӑмӑллӑ пулман, вӗсем ӗнтӗ пушхирте вилсе выртса юлнӑ.</verse>
				<verse number="6">Пӗтӗмпе ҫакӑ пире асӑрхаттаракан паллӑсем — пире, вӗсем пек, кӑмӑл еккипе кайса усал енне ан сулӑнччӑр тесе асӑрхаттаракан паллӑсем — пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, эсир ҫавсем пек ан пулӑр; вӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ» тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем пек аскӑн ӗҫ тӑвас мар пирӗн, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем аскӑн ӗҫ тунӑ та, пӗр кун хушшинче ҫирӗм виҫӗ пин ҫын пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="9">Христоса вӗсем пек сӑнас мар пирӗн, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Христоса сӑнанӑ та ҫӗлен сӑхнипе вилсе пӗтнӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем пек ан ӳпкелешӗр, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӳпкелешнӗ те вилсе выртнӑ; вӗсене пӗтермӗш вӗлернӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсемпе мӗн пулса иртни — пире малтанах асӑрхаттаракан паллӑсем; ӑна пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр.</verse>
				<verse number="13">Эсир куракан асап этем тӳсмелӗх анчах; Турӑ шанчӑклӑ; Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй юратнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ йӗрӗхсене пӑхӑнса тӑрасран сыхланӑр.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ сире шухӑшласа илме пултаракан ҫынсем вырӑнне хурса калатӑп; эпӗ мӗн калани ҫинчен хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр-ха.</verse>
				<verse number="16">Эпир пиллӗх ыйтса кӗлтунӑ хыҫҫӑн пиллӗх куркинчен ӗҫетпӗр, ҫакӑ Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и? Эпир хуҫа-хуҫа паракан ҫӑкӑра ҫини Христос ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и?</verse>
				<verse number="17">Ҫӑкӑр пӗрре, эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн пурсӑмӑр та пӗр ҫӑкӑртан пай илетпӗр.</verse>
				<verse number="18">Ӳтпе Израильрен ҫуралнисем ҫине пӑхӑр-ха: парнесене ҫиекенсем парне вырӑнӗ ҫинче тӑвакан ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="19">Мӗн калатӑп ӗнтӗ эпӗ? Йӗрӗхӗн мӗнле те пулин пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и е тата чӳкленӗ ҫимӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и?</verse>
				<verse number="20">Ун пек мар. Суя тӗнлисем парне кӳнӗ чухне ӑна Турра мар, шуйттансене кӳреҫҫӗ тетӗп; манӑн сире шуйттансемпе хутшӑнтарас килмест.</verse>
				<verse number="21">Эсир Ҫӳлхуҫа куркине те, шуйттан куркине те ӗҫме пултараймастӑр; Ҫӳлхуҫа сӗтелӗ ҫинчен те, шуйттан сӗтелӗ ҫинчен те ҫиме пултараймастӑр.</verse>
				<verse number="22">Эпир Ҫӳлхуҫана ҫиллентерӗпӗр-и? Эпир Унран хӑватлӑрах-и-мӗн?</verse>
				<verse number="23">Мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте усӑллӑ мар; мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте ӑса вӗрентмест.</verse>
				<verse number="24">Никам та хӑй валли пайта ан шыратӑр, кирек кам та ыттисене усӑ тӑвасшӑн тӑрӑштӑр.</verse>
				<verse number="25">Пасарта мӗн сутнине пурне те пӗр тиркемесӗр, пӗр иккӗленмесӗр ҫийӗр:</verse>
				<verse number="26">ҫӗр те, ӑна тулли тӑваканӗсем те — Ҫӳлхуҫанӑн.</verse>
				<verse number="27">Сире пӗр-пӗр ӗненмен ҫын чӗнсессӗн, хӑвӑрӑн та каяс килсессӗн — унта умӑра мӗн лартнине пурне те пӗр тиркемесӗр, пӗр иккӗленмесӗр ҫийӗр.</verse>
				<verse number="28">Кам та пулин сире: «ку — чӳкленӗ ҫимӗҫ» тесессӗн, ҫапла калаканшӑн, унӑн кӑмӑлӗшӗн ан ҫийӗр.</verse>
				<verse number="29">Ҫакна хамӑн кӑмӑлӑм ҫинчен мар, ыттисен кӑмӑлӗ ҫинчен калатӑп: мӗншӗн-ха хам ирӗкӗме ытти ҫын кӑмӑлӗ айӑпламалла тӑвас?</verse>
				<verse number="30">Эпӗ тав туса ҫиетӗп пулсан, ҫав тав туса ҫиекен япалашӑн мана мӗншӗн хурламалла?</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е тата мӗн те пулин тӑватӑр-и — пӗтӗмпех Турра мухтаса тӑвӑр.</verse>
				<verse number="32">Иудейсене те, эллинсене те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнне те улталанмалла ан тӑвӑр;</verse>
				<verse number="33">эпӗ те пурне те пур тӗлӗшрен те юрама тӑрӑшатӑп; хамшӑн ырӑлӑх шырамастӑп, нумайӑшне усӑ парасчӗ, нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе тӑрӑшатӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Эпӗ Христос пек пулма тӑрӑшатӑп, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="2">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире мухтатӑп: эпӗ мӗн тунине, мӗн вӗрентнине эсир пурне те астуса тӑратӑр, эпӗ мӗн хушса хӑварнине уяса пурӑнатӑр.</verse>
				<verse number="3">Тата эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтересшӗн: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ.</verse>
				<verse number="4">Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е вӗрентсе каланӑ чухне пуҫне тӑхӑннӑ пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать;</verse>
				<verse number="5">кирек хӑш арӑм та ҫара пуҫӑн кӗлтӑвать е ҫара пуҫӑн вӗрентсе калать пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать: вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янӑпа пӗрех;</verse>
				<verse number="6">хӗрарӑм пуҫне ҫыхса ҫӳресшӗн пулмасассӑн, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр; ҫӳҫне кастарни е хыртарни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне ҫыхса ҫӳретӗр.</verse>
				<verse number="7">Ҫапла ӗнтӗ арҫыннӑн пуҫне тӑхӑнмалла мар: вӑл — Туррӑн сӑнарӗ, Туррӑн мухтавӗ; арӑм — упӑшкийӗн мухтавӗ.</verse>
				<verse number="8">Арҫынна арӑмран пултарман, арӑма арҫынтан пултарнӑ;</verse>
				<verse number="9">арҫынна арӑмшӑн пултарман, арӑма арҫыншӑн пултарнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ангелсемшӗн хӗрарӑм пуҫӗ ҫинче хӑй пӑхӑнса тӑнине кӑтартакан паллӑ пулмалла.</verse>
				<verse number="11">Ҫапах та Ҫӳлхуҫа умӗнче упӑшки те арӑмӗсӗр нимӗн те мар, арӑмӗ те упӑшкисӗр нимӗн те мар:</verse>
				<verse number="12">хӗрарӑм арҫынтан пулнӑ, ҫавӑн пекех арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать; пурне те Турӑ пултарнӑ.</verse>
				<verse number="13">Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӗрарӑма ҫара пуҫӑн Турра кӗлтуни килӗшӳллӗ-и?</verse>
				<verse number="14">Арҫынна ҫӳҫне хӗрарӑм пек ӳстерни намӑс иккенне сире ҫутҫанталӑк хӑех пӗлтерсе тӑмасть-и?</verse>
				<verse number="15">Хӗрарӑма ҫӳҫне ӳстерни килӗшӳллӗ: ҫӳҫне ӑна пуҫ витти вырӑнне панӑ.</verse>
				<verse number="16">Кам та пулин ҫавӑн ҫинчен тавлашас тесессӗн, унӑн ҫакна пӗлес пулать: пирӗн те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнӗнче те урӑхла йӑла ҫук.</verse>
				<verse number="17">Тата ҫакна, хам ырламаннине, калам: эсир лайӑх тума мар, начар тума пуҫтарӑнатӑр.</verse>
				<verse number="18">Чӑн малтан акӑ мӗн калас: эсир пӗрле пуҫтарӑнсан ушкӑнсене уйӑрӑлатӑр тет, эпӗ ҫакна кӑштах ӗненетӗп те,</verse>
				<verse number="19">мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑш та пулмалла, унсӑрӑн сирӗн хушшӑрта шанчӑклисем палӑрмӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Эсир ҫавӑнта пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулсассӑн та, ҫакна Ҫӳлхуҫа апатне ҫиме пуҫтарӑннӑ теме ҫук,</verse>
				<verse number="21">мӗншӗн тесессӗн харпӑр хӑй ҫимӗҫне ыттисенчен малтан ҫисе яма тӑрӑшатӑр, ҫавӑнпа хӑшӗсем выҫӑ тӑрса юлаҫҫӗ, хӑшӗсем ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Ӗҫсе ҫиес тесен сирӗн хӑвӑр килӗр ҫук-им? Е Турра ӗненекенсене вырӑна хумасӑр ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и? Мӗн калас сире? уншӑн сире мухтас-и-мӗн? Мухтамӑп.</verse>
				<verse number="23">Эпӗ Ҫӳлхуҫаран Хӑйӗнчен акӑ ҫакна пӗлтӗм, кайран ӑна сире те каласа патӑм: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйне тытса парас каҫхине ҫӑкӑр илсе</verse>
				<verse number="24">тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа каланӑ: «ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, вӑл сирӗншӗн вакланать; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="25">Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: «ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал; ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="26">Эсир ҫав ҫӑкӑра ҫинӗ чухне, ҫав куркана ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен Вӑл киличченех пӗлтерсе тӑратӑр.</verse>
				<verse number="27">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав ҫӑкӑра тивӗҫсӗр ҫиекен, Ҫӳлхуҫа куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен Ҫӳлхуҫа Ӳчӗпе Унӑн Юнӗ умӗнче айӑпа кӗрет.</verse>
				<verse number="28">Ҫын хӑйне хӑй сӑнаса тасаттӑр та вара тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр.</verse>
				<verse number="29">Ҫӳлхуҫа Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламан пирки тивӗҫсӗр ҫиекен, тивӗҫсӗр ӗҫекен хӑйне айӑпа кӗртме ӗҫсе ҫиет.</verse>
				<verse number="30">Ҫавӑнпа эсир нумайӑшӗ халсӑр, нумайӑшӗ чирлӗ, вилекен те сахал мар.</verse>
				<verse number="31">Эпир хамӑра хамӑр айӑпласа тӑрсассӑн айӑпа кӗмӗттӗмӗрччӗ;</verse>
				<verse number="32">кайран тӗнчепе пӗрле айӑпа ан юлччӑр тесе Ҫӳлхуҫа пире айӑпласа хаса парать.</verse>
				<verse number="33">Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тӑванӑмсем, апат тума пуҫтарӑнсан пӗр-пӗрне кӗтсе илӗр.</verse>
				<verse number="34">Выҫса ҫитни килӗнче ҫитӗр, сирӗн айӑпа кӗме пуҫтарӑнмалла ан пултӑр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире Сывлӑш хастарӗсем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.</verse>
				<verse number="2">Хӑвӑр пӗлетӗр: суя тӗнпе пурӑннӑ чухне эсир чӗлхесӗр йӗрӗхсем патне хӑвӑра такам сӗтӗрсе кайнӑ пек ҫӳреттӗр.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе калаҫакан никам та Иисуса ылханаймӗ; Таса Сывлӑш пулӑшмасан никам та Иисуса Ҫӳлхуҫа тесе те калаймӗ.</verse>
				<verse number="4">Хастар — тӗрлӗрен, Сывлӑш — пӗрре анчах;</verse>
				<verse number="5">ӗҫлесе тӑрасси те — тӗрлӗрен, Ҫӳлхуҫа вара — пӗрре анчах;</verse>
				<verse number="6">ӗҫсем те — тӗрлӗрен, анчах пуринче те пурне те туса тӑракан Турӑ — пӗрре анчах.</verse>
				<verse number="7">Усӑ кӳмешкӗн Сывлӑш кашнинех хӑйне уйрӑм хастар парать.</verse>
				<verse number="8">Пӗрне Сывлӑш ӑслӑ сӑмах парать, ҫав Сывлӑшах тепӗрне ыттисем валли пӗлӳ парать;</verse>
				<verse number="9">ҫав Сывлӑшах хӑшне ҫирӗп ӗнентермелле тӑвакан хастар парать; ҫав Сывлӑшах хӑшне чиртен сыватма хастар парать;</verse>
				<verse number="10">хӑшне — хӑватсем тума, хӑшне — пророк пулма, хӑшне — сывлӑшсене чухласа илме, хӑшне — тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тата тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса пама хастар парать.</verse>
				<verse number="11">Ҫакна пурне те пӗр Сывлӑшах тӑвать; кашнинех хӑйне кирлӗ пек уйӑрса парать.</verse>
				<verse number="12">Ӳт-пӳ пӗрре, анчах пайӗ нумай; пӗр ӳт-пӗвӗн пайӗсем хӑйсем нумаййӑн пулсан та пӗр ӳт-пӳ пулаҫҫӗ: Христос та ҫавӑн пекех.</verse>
				<verse number="13">Иудей-и, эллин-и, чура-и, ирӗкри-и — эпир пурсӑмӑр та пӗр ӳт-пӳ пулма пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗнӗ, пурсӑмӑр та хамӑр ӑша пӗр Сывлӑшах илнӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӳт-пӳре пӗр пай анчах мар, нумай.</verse>
				<verse number="15">Ура: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ алӑ мар» тесен, вара вӑл ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн?</verse>
				<verse number="16">Хӑлха та: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ куҫ мар» тесен, вӑл та вара ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн?</verse>
				<verse number="17">Эхер те пӗтӗм ӳт-пӳ куҫ пулсан, илтмелли ӑҫта вара? Ӳт-пӳ пӗтӗмӗшпех илтмелли пулсан, шӑршӑ пӗлмелли ӑҫта?</verse>
				<verse number="18">Анчах та Турӑ Хӑйӗн ирӗкӗпе пур пая та пӗр ӳт-пӗве вырӑнаҫтарнӑ.</verse>
				<verse number="19">Пурте пӗр пай пулсан, ӳт-пӳ ӑҫтан пулӗччӗ вара?</verse>
				<verse number="20">Капла пайӗ нумай, ӳт-пӳ пӗрре ҫеҫ.</verse>
				<verse number="21">Куҫ алла: «эсӗ мана кирлӗ мар» тееймест; пуҫ та урана: «эсӗ мана кирлӗ мар» тееймест.</verse>
				<verse number="22">Апла ҫеҫ мар-ха, ӳт-пӗвӗн чи вӑйсӑртарах пек туйӑнакан пайӗсем ҫав тери кирлӗ;</verse>
				<verse number="23">хамӑрӑн хисеплех мар пайсене эпир ытларах та хисеплетпӗр;</verse>
				<verse number="24">хамӑрӑн илемсӗр пайсемшӗн ытларах тӑрӑшатпӑр; илемлисене апла туни кирлӗ мар. Ҫапла Турӑ, начартараххишӗн ытларах тӑрӑшмалла туса, ӳт-пӳ пайӗсене танлаштарнӑ:</verse>
				<verse number="25">унӑн пур пайне те пӗр-пӗриншӗн пӗр пек тӑрӑшмалла туса, ӳт-пӗве саланса каймалла мар тунӑ.</verse>
				<verse number="26">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗр пайӗ асапланать пулсассӑн, унпа пӗрле ытти пайӗсем те пурте асапланаҫҫӗ; пӗр пайне ырласассӑн, унпа пӗрле пур пайӗ те савӑнать.</verse>
				<verse number="27">Эсир — Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑммӑн илсессӗн, кашнийӗ вара — унӑн пайӗ.</verse>
				<verse number="28">Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне — апостол, хӑшне — пророк тата хӑшне вӗрентекен тунӑ; унтан тата хӑшне тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ, хӑшне — чирсенчен сыватма, хӑшне — пулӑшса тӑма, хӑшне — йӗрке кӳрсе тӑма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма хастар панӑ.</verse>
				<verse number="29">Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вӗрентекен-и? Пурте тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="30">Пуринӗн те чирсенчен сыватмалли хастар пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса параҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="31">Чи лайӑх, чи кирлӗ хастарсемшӗн тӑрӑшӑр, эпӗ вара сире чӑн лайӑх ҫул кӑтартса парӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Эпӗ этемсен тӗрлӗ чӗлхипе калаҫсан та, ангелсем пек калаҫатӑп пулсан та, манра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ чанкӑртатакан пӑхӑр е янӑракан кимвал ҫеҫ.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ пророк хастарне илнӗ пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑха, пӗтӗм пӗлӗве пӗлсе ҫитрӗм пулсан та, тусене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫармалӑхах хытӑ ӗненетӗп пулсан та, хамра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ — нимӗн те мар.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ хамӑн мӗнпур пурлӑхӑма валеҫсе пӗтерсен те, ӳтӗме ҫунтарса яма парсан та, хамра юрату пулмасассӑн, ҫакӑнтан мана нимӗн усси те пулмӗ.</verse>
				<verse number="4">Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть, юрату мухтанмасть, мӑнаҫланмасть,</verse>
				<verse number="5">пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть,</verse>
				<verse number="6">тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать;</verse>
				<verse number="7">пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет.</verse>
				<verse number="8">Пророкла калаҫасси те пӗтӗ, тӗрлӗ чӗлхепе те калаҫма чарӑнӗҫ, пӗлӳ те пӑрахӑҫа тухӗ, юрату нихӑҫан та пӗтмӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпир кӑшт анчах пӗлетпӗр, пророкла та кӑшт анчах калаҫатпӑр;</verse>
				<verse number="10">пур тӗлӗшпе те тулли пахалӑх килсе ҫитсессӗн, кӑштаххи чарӑнса ларӗ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ ача чухне ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнласа илеттӗм; ҫитӗнсе ҫитсессӗн ача чухнехине пӑрахрӑм.</verse>
				<verse number="12">Халӗ эпир уҫҫӑн курмастпӑр, тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек анчах тӗшмӗртетпӗр; ун чухне куҫа-куҫӑн курӑпӑр: халӗ эпӗ кӑшт анчах пӗлетӗп, ун чухне эпӗ пӗтӗмпе, Турӑ хама пӗлнӗ пек, пӗлӗп.</verse>
				<verse number="13">Халӗ акӑ ҫаксем виҫҫӗшӗ тӑраҫҫӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юрату; юратӑвӗ ыттисенчен аслӑрах.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Юратуллӑ пулӑр; чунтан-вартан Сывлӑш хастарне илесшӗн тӑрӑшӑр, уйрӑмах Турӑ сӑмахне пӗлтерме тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="2">Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калакан вӑл ҫынсене каламасть, Турра калать: ӑна никам та ӑнланаймасть, Сывлӑш пӗлтернипе вӑл пӗлме ҫукки ҫинчен калать.</verse>
				<verse number="3">Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ ҫынсене ӑса кӗртет, ӳкӗт парать, лӑплантарать.</verse>
				<verse number="4">Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калакан хӑйне ҫеҫ тӗреклӗлентерет; Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ пур ӗненекене те ӑса кӗртет.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сире пурсӑра та тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарасшӑн; ҫапах та эсир Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулсассӑн, авантарах пулӗччӗ: Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаканран пахарах, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, ӗненекенсем ӑса кӗччӗр тесе хӑй каланине ӑнлантара-ӑнлантара парсассӑн ҫеҫ, Турӑ сӑмахне пӗлтерекенпе пӗр шайра пулӗ.</verse>
				<verse number="6">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата пырса эсир пӗлмен чӗлхепе калама пуҫласассӑн, Турӑ пӗлтернине те, хам мӗн пӗлсе тӑнине те, хамӑн пророк хастарӗпе пӗлнине те, вӗрентсе калас сӑмахӑма та ӑнланмалла каламасассӑн, эпӗ сире мӗн усӑ кӳрӗп?</verse>
				<verse number="7">Чунсӑр япаласем, сасӑ кӑларакан сӑпрайсем те, — калӑпӑр, шӑхлич е кӗсле, — ҫавӑн пек: вӗсен сассине уйӑрса илме ҫук пулсассӑн, шӑхличӗпе е кӗслепе мӗн каланине ӑҫтан пӗлмелле?</verse>
				<verse number="8">Трупапа уҫӑмсӑр кӑшкӑртсассӑн, кам вӑрҫа кӗме хатӗрленӗ?</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑн пекех эсир ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫатӑр пулсассӑн, ӑнланмалла мар сӑмахсем калатӑр пулсассӑн, сире епле ӑнланччӑр? Эсир апла ҫиле анчах калатӑр.</verse>
				<verse number="10">Тӗнчере темӗн чухлӗ чӗлхе — нимӗн те пӗлтермен чӗлхе ҫук.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ хампа калаҫаканӑн чӗлхине пӗлместӗп пулсассӑн, эпӗ ҫав ҫыншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп, вӑл та маншӑн ют халӑх ҫынни пулать.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ӗнтӗ эсир те, Сывлӑш хастарӗсене чунтан-вартан илесшӗн пулса, пуринчен ытла ӗненекенсене тӗреклӗлентерекен хастарсене тупма тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫаканӗ ӑнлантарса вӗрентмешкӗн хастар ыйтса кӗлтутӑр:</verse>
				<verse number="14">эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне манӑн чунӑм кӗлтӑвать, анчах ӑсӑм усӑ кӳмесӗр тӑрать.</verse>
				<verse number="15">Мӗн тӑвас ӗнтӗ? Эпӗ чунӑмпа кӗлтусассӑн — ӑсӑмпа та кӗлтӑвам; чунӑмпа мухтаса юрласассӑн — ӑсӑмпа та мухтаса юрлам.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе Турра мухтама тытӑнсассӑн, пӗлмен ҫын эсӗ Турра тав тунӑ чухне «аминь» тесе епле калайӗ: вӑл эсӗ мӗн каланине ӑнланмасть.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ Турра лайӑх тав тӑватӑн, анчах ҫакӑ тепӗрне нимӗнле усӑ та кӳмест.</verse>
				<verse number="18">Тавах Туррӑма: эпӗ сирӗнтен нумайрах чӗлхе пӗлетӗп;</verse>
				<verse number="19">ҫапах та ӗненекенсен ушкӑнӗнче эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе темиҫе пин сӑмах каличчен вӗсене ӑнлантармашкӑн пилӗк сӑмах та пулин вӗсем пӗлекен чӗлхепе каласшӑн.</verse>
				<verse number="20">Эй тӑванӑмсем! ача ӑслӑ ан пулӑр; усал тӑвас тӗлӗшрен эсир ача пек пулӑр, ӑс кирлӗ ҫӗрте ҫитӗннӗ ҫын пек пулӑр.</verse>
				<verse number="21">Саккунра ҫапла ҫырнӑ: «ҫакӑ халӑхпа урӑх чӗлхепе, ют чӗлхе-ҫӑварпа калаҫӑп, анчах Мана апла та итлемӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫапла ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫни — ӗненекенсемшӗн мар, ӗненменнисемшӗн; Турӑ сӑмахне вӗрентни — ӗненменнисемшӗн мар, ӗненекенсемшӗн.</verse>
				<verse number="23">Пур ӗненекен те пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса кашнийӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫа пуҫласассӑн, ҫавӑнта сирӗн пата нимӗн пӗлменнисем е ӗненменнисем пырса кӗрсен, вӗсем мӗн калӗҫ? Кусем ухмахланаҫҫӗ темӗҫ-и?</verse>
				<verse number="24">Пурте пророкла ӑнлантарса вӗрентнӗ чухне пӗр-пӗр ӗненмен ҫын е нимӗн пӗлмен ҫын пырса кӗрсессӗн, вӑл, вӗрентнине итлесе, ҫынна мӗншӗн айӑплани ҫинчен, мӗншӗн сут тӑвасси ҫинчен итлесе тӑрать.</verse>
				<verse number="25">Вара чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем ҫиеле тухаҫҫӗ те, вӑл ӗнтӗ Турра ӳксе пуҫҫапса ӗненекенсене калӗ: «чӑнах сирӗнпе Турӑ иккен» тейӗ.</verse>
				<verse number="26">Апла мӗн тумалла-ха, тӑванӑмсем? Пӗрле пухӑнсассӑн пӗри Турра мухтаса юрлатӑр, тепӗри вӗренттӗр, хӑшӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫтӑр, хӑшӗ Турӑ пӗлтернине каласа патӑр, хӑшӗ ӑнлантарса патӑр, — пӗтӗмпе ҫакӑ ыттисене усӑ кӳтӗр.</verse>
				<verse number="27">Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫакансем пулсассӑн, иккӗн, чи нумаййи виҫҫӗн, черетпе калаччӑр, пӗри ӑнлантарса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="28">Ӗненекенсенӗн пухӑвӗнче Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулмасассӑн чӗнмесӗр тӑр, хӑвӑн ӑшӑнта хӑвна та, Турра анчах каласа тӑр.</verse>
				<verse number="29">Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем те иккӗн е виҫҫӗн калаччӑр, ыттисем вӗсем каланине тишкерччӗр.</verse>
				<verse number="30">Ларакансенчен пӗрне Турӑ мӗн те пулин пӗлтерсен, ҫав вӑхӑтра калаканӗ калама чарӑнтӑр:</verse>
				<verse number="31">пурте вӗренччӗр, пурин чунӗ те лӑплантӑр тесе эсир пурсӑр та пӗрин хыҫҫӑн тепӗри Турӑ сӑмахне пӗлтерме пултаратӑр.</verse>
				<verse number="32">Турӑ сӑмахне пӗлтермелли хастар Турӑ сӑмахне пӗлтерекене пӑхӑнать;</verse>
				<verse number="33">Турӑ — хирӗҫекенсенӗн Турри мар, килӗштерекенсенӗн Турри. Пур ӗненекен ушкӑнра та (Чиркӳре) сӑваплӑ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="34">Хӗрарӑмсем ӗненекенсен пухӑвӗнче чӗнмесӗр тӑччӑр: вӗсене калаҫма мар, пӑхӑнса тӑма хушнӑ, саккун та ҫавнах калать.</verse>
				<verse number="35">Вӗсем мӗн те пулин вӗренесшӗн пулсассӑн, ун ҫинчен килӗнче упӑшкинчен ыйтчӑр: хӗрарӑма чиркӳре калаҫни килӗшмест.</verse>
				<verse number="36">Турӑ сӑмахӗ сирӗнтен тухнӑ-и-мӗн? Е вӑл пӗр сирӗн пата ҫеҫ ҫитнӗ-и?</verse>
				<verse number="37">Хӑйне пророк вырӑнне хуракан ҫын та, хӑйӗнче Сывлӑш вӑйӗ пур тесе шутлакан та эпӗ сире мӗн ҫырни Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗ пулнине ӑнласа илмеллех.</verse>
				<verse number="38">Ӑнласа илейменни ӑнланаймасӑрах юлтӑр.</verse>
				<verse number="39">Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, ӑнлантарса вӗрентессишӗн тӑрӑшӑр, ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫма та ан чарӑр.</verse>
				<verse number="40">Анчах пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ пулса пытӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара астутаратӑп; эсир ӑна йышӑнтӑр, ӑна тытса та тӑратӑр;</verse>
				<verse number="2">пурне те эпӗ хӑвӑра каласа панӑ пек тытса тӑратӑр пулсассӑн, эсир ахальтен анчах ӗненмен пулсассӑн ҫав Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлӑнатӑр та.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ,</verse>
				<verse number="4">Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ,</verse>
				<verse number="5">Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ;</verse>
				<verse number="6">унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ;</verse>
				<verse number="7">унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ;</verse>
				<verse number="8">пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук — эпӗ Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хӗсӗрлеттӗм.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ Турӑ тивлечӗпе ҫеҫ ҫакӑн пек пулса тӑтӑм; Унӑн тивлечӗ манра сая каймарӗ, эпӗ вӗсенчен пуринчен те ытла ӗҫлерӗм: эпӗ мар ӗнтӗ, Турӑ тивлечӗ манпа пӗрлеччӗ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ эпӗ-и, вӗсем-и, эпир ҫапла вӗрентетпӗр, эсир те ҫапла ӗнентӗр.</verse>
				<verse number="12">Христос ҫинчен Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентеҫҫӗ пулсассӑн, мӗнле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук, тееҫҫӗ?</verse>
				<verse number="13">Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать;</verse>
				<verse number="14">Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эпир вӗрентни те харама каять, эсир ӗненни те харам пулать.</verse>
				<verse number="15">Тата эпир Турӑ ҫинчен суеҫтерекенсем те пулатпӑр, мӗншӗн тесессӗн эпир Турӑ ҫинчен: «Вӑл Христоса чӗртсе тӑратнӑ» тетпӗр, вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Вӑл Христоса чӗртсе тӑратман пулать;</verse>
				<verse number="16">вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать.</verse>
				<verse number="17">Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эсир ӗненни те харам пулать: эсир ҫав-ҫавах ҫылӑхӑрсенчен хӑтӑлман пулать;</verse>
				<verse number="18">апла вара Христоса ӗненсе вилнисем те ӗмӗрлӗхе пӗтнӗ пулать.</verse>
				<verse number="19">Эпир ҫак пурӑнӑҫра ҫеҫ Христоса шанса тӑратпӑр пулсассӑн — пур ҫынран та телейсӗр пулатпӑр.</verse>
				<verse number="20">Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ.</verse>
				<verse number="21">Вилӗм этем урлӑ ҫитнӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те Этем урлӑ килнӗ.</verse>
				<verse number="22">Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ;</verse>
				<verse number="23">пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Вара вӗҫӗ ҫитӗ; Вӑл ун чухне пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та пӗтерӗ те Патшалӑха Атте Турра парӗ.</verse>
				<verse number="25">Хӑйӗн тӑшманӗсене пурне те ури айне тӑвичченех Вӑл патшара тӑмалла.</verse>
				<verse number="26">Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ,</verse>
				<verse number="27">мӗншӗн тесессӗн Турӑ пурне те Христос ури айне тунӑ; паллӑ ӗнтӗ, пурне те Ӑна Пӑхӑнтараканнисӗр пуҫне пурте Ӑна пӑхӑннӑ.</verse>
				<verse number="28">Пурне те Христоса пӑхӑнтарса пӗтерсессӗн, Ывӑлӗ Хӑй те вара пурне те Хӑйне Пӑхӑнтараканнине пӑхӑнӗ; вара мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те Турӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="29">Эхер те ҫапла мар пулсассӑн, || мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ? Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ?</verse>
				<verse number="30">Эпир те мӗншӗн пӗрмаях хӗн-хур куратпӑр?</verse>
				<verse number="31">Эй тӑванӑмсем, эпӗ кашни кун вилес пекех. Эпӗ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче сирӗнпе мухтанатӑп, ҫавӑнпа ҫапла калатӑп.</verse>
				<verse number="32">Этемле шухӑшласа калатӑп: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, эпӗ Эфесра тискер кайӑксемпе кӗрешнинчен мӗн усси мана? Эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр!</verse>
				<verse number="33">Ан улталанӑр: усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать.</verse>
				<verse number="34">Кирлӗ пек тӑна кӗрӗр, ҫылӑх тума чарӑнӑр; ӗнтӗ сире намӑслантарса калатӑп: эсир хӑшӗ-пӗрисем Турра пӗлместӗр.</verse>
				<verse number="35">Тен, кам та пулин калӗ: «вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? вӗсем мӗнле ӳтпе чӗрӗлсе килӗҫ?» тейӗ.</verse>
				<verse number="36">Эй ӑссӑр! эсӗ акни ҫӗрмесессӗн шӑтас та ҫук.</verse>
				<verse number="37">Акнӑ чухне эсӗ пӗтӗм ӳсентӑранне мар, ҫара пӗрчӗ ҫеҫ, — тулӑ пӗрчи-и е урӑх тырӑ пӗрчи-и, — акатӑн;</verse>
				<verse number="38">пучахӗпе хӑмӑлне Турӑ ӑна Хӑй пӗлсе Хӑй парать, кашни пӗрче харкам хӑйӗнне парать.</verse>
				<verse number="39">Пур ӳт те пӗр пек мар: этемӗн — хӑйӗн ӳчӗ, выльӑхӑн — хӑйӗн ӳчӗ, пуллӑн — хӑйӗн ӳчӗ, вӗҫен кайӑкӑн — хӑйӗн ӳчӗ.</verse>
				<verse number="40">Тӳпере те япаласем пур, ҫӗр ҫинче те япаласем пур: тӳперисем — пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисем — тепӗр тӗрлӗ;</verse>
				<verse number="41">хӗвел ҫути — пӗр тӗрлӗ, уйӑх ҫути — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен ҫути — тата урӑх тӗрлӗ; ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та ҫути пӗр мар.</verse>
				<verse number="42">Вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне те ҫапла пулӗ: ҫӗре ҫӗрекенни кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать;</verse>
				<verse number="43">хисепрен тухни ҫӗре кӗрет, мухтавлӑ пулса чӗрӗлсе тӑрать; халсӑрри ҫӗре кӗрет, хӑватлӑ пулса чӗрӗлсе тӑрать;</verse>
				<verse number="44">ӳтшӗн пурӑнни ҫӗре кӗрет, Сывлӑшпа пурӑнас ӳт пулса чӗрӗлсе тӑрать. Сывлӑшсӑр ӳт те пур, Сывлӑшлӑ ӳт те пур.</verse>
				<verse number="45">Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: «малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ» тенӗ, иккӗмӗш Адам вара чӗрӗ тӑвакан Сывлӑш пулнӑ.</verse>
				<verse number="46">Сывлӑшпа пурӑнаканни малтан пулман, чунпа пурӑнаканни малтан пулнӑ, унтан вара Сывлӑшпа пурӑнаканни пулнӑ.</verse>
				<verse number="47">Малтанхи этем ҫӗрти тӑпраран пулнӑ, иккӗмӗш этем — тӳперен килнӗ Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="48">Ҫӗрти тӑпраран пулнӑскерӗ мӗнле — ҫӗр ҫинчисем те ҫавӑн пек, тӳперен Килнӗскерӗ мӗнле — тӳперисем те ҫавӑн пек;</verse>
				<verse number="49">эпир, тӑпраран пулнӑ ҫын сӑнарлӑ пулнӑ пек, Тӳпери сӑнарлӑ та пулӑпӑр.</verse>
				<verse number="50">Эй тӑванӑмсем, тата ҫакна калам сире: ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймаҫҫӗ, вилесси вилӗмсӗрлӗхе кӗреймест.</verse>
				<verse number="51">Сире тата вӑрттӑнлӑх пӗлтеретӗп: эпир пурте вилмӗпӗр, анчах пурте улшӑнӑпӑр:</verse>
				<verse number="52">трупапа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне сасартӑк, пӗрре куҫ хупса иличчен, улшӑнса тӑрӑпӑр. Трупа кӑшкӑртса ярӗ те — вилнисем ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр;</verse>
				<verse number="53">ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулса тӑмалла, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулса тӑмалла.</verse>
				<verse number="54">Ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулсассӑн, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулсассӑн, Ҫырури сӑмах вырӑна килӗ. Унта: «вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтернӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="55">«Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? эй тамӑк! ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?»</verse>
				<verse number="56">Вилӗмӗн сӑнни — ҫылӑх; ҫылӑх вара саккунран вӑй илнӗ.</verse>
				<verse number="57">Тавах Турра, Вӑл пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫылӑха ҫӗнтерме хӑват парать.</verse>
				<verse number="58">Ҫапла ӗнтӗ, савнӑ тӑванӑмсем, тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр, хӑвӑр ӗҫлени Ҫӳлхуҫа умӗнче харама каяс ҫуккине пӗлсе Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Сӑваплӑ ҫынсем валли пуҫтарассине эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене кӑтартса панӑ пек пуҫтарӑр:</verse>
				<verse number="2">эрненӗн малтанхи кунӗнче пурсӑр та пурлӑхӑра кура уйӑрса хурӑр, ӑна хӑвӑр патӑртах усрӑр, эпӗ пырсан пуҫтармалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Пырсассӑн, вара эпӗ, хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене ҫырусем парса, эсир панине Иерусалима леҫме ярӑп.</verse>
				<verse number="4">Хамӑн та каймалла пулсассӑн, вӗсем манпа пӗрле пырӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сирӗн пата Македоние ҫӳресе тухсан пырӑп, эпӗ Македони урлӑ пыратӑп.</verse>
				<verse number="6">Тен, сирӗн патӑрта кӑштах пурӑнӑп та, тен, хӗл те каҫӑп, эсир вара мана каяс ҫӗре ӑсатса ярӑр.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ сирӗнпе халӗ ҫула майӑн ҫеҫ курӑнӑҫасшӑн мар; Ҫӳлхуҫа пӳрсен сирӗн патӑрта кӑштах пурӑнма та ӗмӗтленетӗп.</verse>
				<verse number="8">Эфесра эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пурӑнӑп,</verse>
				<verse number="9">мӗншӗн тесессӗн ман валли пысӑк алӑк, сарлака алӑк уҫӑлнӑ, хирӗҫ тӑракан та нумай.</verse>
				<verse number="10">Астӑвӑр, хӑвӑр патӑра Тимофей пырсассӑн, унӑн сирӗн патӑрта хӑраса пурӑнмалла ан пултӑр: вӑл та ман пекех Ҫӳлхуҫа ӗҫне тӑвать.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа ӑна никам та ан тиркетӗр, ӑна ман патӑма ӑшӑ кӑмӑлпа ӑсатса ярӑр, эпӗ ӑна тӑвансемпе пӗрле кӗтсе тӑратӑп.</verse>
				<verse number="12">Аполлос тӑван ҫинчен мӗн калам тата: эпӗ ӑна сирӗн пата тӑвансемпе пӗрле кайма тимлерӗм, анчах вӑл халӗ ниепле те каясшӑн пулмарӗ, пыма май килсен пырӗ.</verse>
				<verse number="13">Сыхланса пурӑнӑр, тӗне ҫирӗп тытса пурӑнӑр, хӑюллӑ, тӗреклӗ пулӑр.</verse>
				<verse number="14">Кирек мӗне те пӗр-пӗрне юратса тӑвӑр.</verse>
				<verse number="15">Эсир Стефан кил-йышне пӗлетӗр, Ахаире чи малтан вӗсем тӗне кӗнӗ, вӗсем яланах сӑваплӑ ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Эй тӑванӑмсем, сире тата ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп:</verse>
				<verse number="16">эсир ҫавӑн пеккисене, пулӑшса тӑракансене, тӑрӑшакансене пурне те хисеплӗр.</verse>
				<verse number="17">Стефан, Фортунат тата Ахаик килнӗшӗн эпӗ савӑнтӑм: вӗсене курсассӑн сире курнӑ пекех пулчӗ.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем манӑн чунӑма та, сирӗн чунӑра та лӑплантарчӗҫ. Ҫавӑн пеккисене хисеплӗр.</verse>
				<verse number="19">Асийӑри ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ; Акилӑпа Прискилла хӑйсен килне пухӑнакан ӗненекен ушкӑнпа пӗрле Ҫӳлхуҫана асӑнса сире чунтан салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Пур тӑван та сире салам ярать. Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлпа чуптуса ырӑ сунӑр.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп.</verse>
				<verse number="22">Иисус Христос Ҫӳлхуҫана юратман ҫынна анафема пултӑр. Мара́н-афа?.</verse>
				<verse number="23">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.</verse>
				<verse number="24">Иисус Христоса ӗненни урлӑ эпӗ сире пурсӑра та юратса тӑратӑп. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="47">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулнӑ Павел тата Тимофей тӑван — Туррӑн Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пӗтӗм Ахаири пур сӑваплӑ ҫынна:</verse>
				<verse number="2">хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ, мухтавлӑ!</verse>
				<verse number="4">Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать.</verse>
				<verse number="5">Пире Христоса асаплантарнӑ пек асаплантарни ӳссех пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ илекен лӑпланӑҫ та ӳссех пырать.</verse>
				<verse number="6">Эпир хурлӑх куратпӑр пулсассӑн, сире лӑплантарасшӑн, сире ҫӑласшӑн хурлӑх куратпӑр; эпир лӑпланни сире те — эпир те тӳсекен хӗн-хур пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттермешкӗн — лӑплантарӗ;</verse>
				<verse number="7">эпир сире ҫирӗп шанса тӑратпӑр: эсир пирӗн хӗн-хура пирӗнпе пӗрле тӳссе пирӗнпе пӗрлех лӑпланӑҫ тупасса пӗлетпӗр эпир.</verse>
				<verse number="8">Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа эпир сире Асийӑра хамӑр хурлӑх курнине пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар; пире чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ: хамӑр чӗрӗ юласса та сунманччӗ.</verse>
				<verse number="9">Ӑшӑмӑрта ӗнтӗ вилетпӗр тесех шухӑшланӑччӗ: хамӑра шанасси юлмарӗ, эпир хамӑра мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турра ҫеҫ шанса тӑтӑмӑр.</verse>
				<verse number="10">Вӑл вара пире вилес патне ҫитнӗ ҫӗртен хӑтарчӗ, халӗ те хӑтарса тӑрать, эсир пирӗншӗн кӗлтунипе Вӑл пире ӳлӗмрен те хӑтарӗ тесе шанатпӑр; вара эпир нумайӑшӗ кӗлтунипе хӑтӑлнӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ.</verse>
				<verse number="11"></verse>
				<verse number="12">Эпир таса кӑмӑлпах ҫакӑншӑн мухтанма пултаратпӑр: эпир тӗнчере — уйрӑмах сирӗн патӑрта — пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ тӳрӗлӗхпе, этем ӑсӗпе мар, Турӑ тивлечӗ кӑтартнипе пурӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="13">Эпир сире ҫак хӑвӑр ӑнланма пултараканнине ҫеҫ ҫыратпӑр, урӑххине ҫырмастпӑр; эпӗ шанса тӑратӑп: эсир, пире ӑнланма пуҫланӑскерсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче пӗтӗмпех ӑнланса илетӗр, ун чухне эпир сирӗнпе мухтанма пултарнӑ пек, эсир пирӗнпе мухтанатӑр.</verse>
				<verse number="14"></verse>
				<verse number="15">Ҫапла шанса тӑрса, эпӗ малтан сирӗн пата пырасшӑнччӗ, сире тепӗр хут савӑнтарасшӑнччӗ.</verse>
				<verse number="16">Сирӗн патӑртан Македоние каяс тенӗччӗ; Македонирен каллех сирӗн пата пырасшӑнччӗ; эсир вара мана Иудейӑна ӑсатса ярӑттӑрччӗ теттӗм.</verse>
				<verse number="17">Ман шухӑшӑм ҫаплаччӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫӑмӑл шухӑшлӑ пултӑм-и-мӗн? Е эпӗ, мӗн те пулин тума тытӑнсассӑн, ӳт кӗленӗ хыҫҫӑн кайса тытӑнатӑп-и, эпӗ «ҫапла» тени «апла мар» тени те пулать-и?</verse>
				<verse number="18">Турӑ шанчӑклӑ пулнӑ пек, эпир те сире пӗрре ҫапла, тепре капла вӗрентмен.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ те, Силуан та, Тимофей те сире пӗлтернӗ Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос нихӑҫан та иккӗллӗ пулман, «ҫапла», «апла мар» тени пулман; Унӑн «ҫапла» тени ҫеҫ пулнӑ.</verse>
				<verse number="20">Турӑ мӗн пама пулни пӗтӗмпе Христос урлӑ пурӑнӑҫланса пырать, ҫавӑнпа ӗнтӗ «ҫапла» пулнӑ, ҫавӑнпа та эпир Турра мухтаса Христос урлӑ «аминь» тетпӗр.</verse>
				<verse number="21">Пире те, сире те Турӑ Христоспа пӗрлештерсе тӗреклӗлентерет, Вӑл пире те ҫу сӗрчӗ,</verse>
				<verse number="22">Вӑл пирӗн ҫине Хӑйӗн паллине хучӗ, пулассине шантарса пирӗн чӗремӗр ӑшне Хӑйӗн Сывлӑшне ячӗ.</verse>
				<verse number="23">Турӑ курса тӑрать: эпӗ Коринфа сире хӗрхеннипе халиччен пымасӑр тӑтӑм.</verse>
				<verse number="24">Эпир сире ирӗксӗр ӗнентересшӗн мар, сире савӑнтарасшӑн тӑрӑшатпӑр; ӗненессе эсир ҫирӗп ӗненетӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫапла вара эпӗ сирӗн пата пырса сире каллех кулянтарас мар тесе шутларӑм.</verse>
				<verse number="2">Сире кулянтарсассӑн, мана хам кулянтарнисем савӑнтармасассӑн, кам савӑнтарӗ тата?</verse>
				<verse number="3">Эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен ҫыртӑм та: сирӗн пата пырсассӑн, хама савӑнтарас ҫынсем пирки кулянмалла пулас марччӗ терӗм; || эпӗ савӑнни сире пурсӑра та савӑнтарать пулӗ тесе, эпӗ сире пурне те шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ сирӗн пата питӗ хурланса, чунӑм тӑвӑрланса ҫитнипе темӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхтарса ҫырса ятӑм, сире кулянтарас тесе мар, сире хам мӗн тери юратнине пӗлтересшӗн ҫыртӑм.</verse>
				<verse number="5">Пӗри мана кулянтарчӗ пулсассӑн, вӑл мана ҫеҫ мар (ӳстерсе каламӑп), сире пурсӑра та мӗн чухлӗ те пулин кулянтарчӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӑна нумайӑшӗ айӑплани ҫителӗклӗ ӗнтӗ;</verse>
				<verse number="7">халӗ ӗнтӗ сирӗн ӑна каҫарса чунне лӑплантарас пулать — ытлашши хуйхӑрса пусӑрӑнсах ан лартӑр;</verse>
				<verse number="8">ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире ӑна юратӑр тетӗп.</verse>
				<verse number="9">Эсир пур тӗлӗшпе те итлетӗр-ши тесе, эпӗ сире сӑнаса пӗлесшӗн ҫырса ятӑм та.</verse>
				<verse number="10">Эсир каҫарнӑ ҫынна эпӗ те каҫаратӑп, эпӗ кама та пулин мӗншӗн те пулин каҫартӑм пулсассӑн, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫарнӑ —</verse>
				<verse number="11">пире шуйттан сиен ан тутӑр тенӗ, эпир шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар калама Троадӑна пырсан, Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе манӑн ӗҫӗм ӑнса пыратчӗ пулин те,</verse>
				<verse number="13">чунӑм пусӑрӑнма пӗлмерӗ: эпӗ унта Тит тӑванӑма тупаймарӑм; вара вӗсемпе сывпуллашса Македоние кайрӑм.</verse>
				<verse number="14">Тавах Турра! Ҫӗнтерӳллӗ пынӑ чухне Вӑл пире, Христоспа пӗрлешнӗскерсене, яланах Хӑй хыҫҫӑн илсе пырать, Хӑй ҫинчен пӗлтерекен ырӑ шӑрша пирӗн урлӑ пур ҫӗрте те сарать.</verse>
				<verse number="15">Чӑнах та, Турӑ умӗнче эпир — Христосӑн ырӑ шӑршийӗ: вӑл ҫӑлӑнаканнисем хушшинче те, пӗтекеннисем хушшинче те:</verse>
				<verse number="16">пӗрисемшӗн эпир — вилӗм кӳрекен вилӗм шӑрши, тепӗрисемшӗн — чӗрӗлӗх кӳрекен пурӑнӑҫ шӑрши. Кам ҫакӑн пек тума пултарӗ?</verse>
				<verse number="17">Турӑ сӑмахне нумайӑшӗ пӑсать, эпир ӑна пӑсмастпӑр, ку — Турӑ сӑмахӗ тесе, эпир, Христоспа пӗрлешнӗскерсем, ӑна таса чун-чӗререн, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Пирӗн сирӗнпеле ҫӗнӗрен паллашас-и-мӗн? Хӑшӗ-пӗрисем ыйтнӑ пек, сирӗн пата пире ырлакан ҫыру, пирӗн пата сире ырлакан ҫыру кирлӗ-им пирӗншӗн?</verse>
				<verse number="2">Пирӗншӗн ҫавӑн пек ҫыру — эсир хӑвӑр, ӑна пирӗн чӗре ӑшнех ҫырнӑ; ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, пурте вулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Паллӑ ӗнтӗ, эсир — Христос ҫырӑвӗ, хамӑр ӗҫлесе тӑнипе эпир ӑна хурапа ҫырман, Чӗрӗ Турӑ Сывлӑшӗпе ҫырнӑ, ӑна чул хӑмасем ҫине ҫырман, чӗре ӑшне ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫапла Турӑ умӗнче хамӑр ӗҫсем пирки иккӗленменни вӑл Христосран килет,</verse>
				<verse number="5">эпир хамӑр тӗллӗн нимӗн тума та пултараймастпӑр, пирӗн пултарулӑх Турӑран килет.</verse>
				<verse number="6">Вӑл пире Ҫӗнӗ Халалшӑн ӗҫлекенсем пулма пултарулӑх панӑ, саккун саспаллийӗшӗн мар, Сывлӑшшӑн ӗҫлеме панӑ: саспалли вилӗм кӳрет, Сывлӑш чӗрӗ тӑвать.</verse>
				<verse number="7">Чулсем ҫине ҫырнӑ вилӗм кӳрекен саспаллисемшӗн ӗҫлениех ҫав тери мухтавлӑ пулнӑ пулсассӑн, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем мухтав ҫутипе — иртсе каяс мухтавпа — ялтӑртатса тӑракан Моисей сӑнӗ ҫине пӑхма та пултарайман пулсассӑн,</verse>
				<verse number="8">Сывлӑшшӑн ӗҫлени вара тата ытларах мухтавлӑ пулмалла мар-и?</verse>
				<verse number="9">Айӑпа хӑвараканнишӗн ӗҫлени мухтавлӑ пулсассӑн, тӳрре кӑлараканнишӗн ӗҫлени еплерех мухтавлӑ пулмалла!</verse>
				<verse number="10">Ку ытла та мухтавлӑран лешӗ, пӗр вӑхӑта анчах мухтавлӑ пулнӑскер, мухтавлӑ пек те туйӑнмасть.</verse>
				<verse number="11">Пӗр вӑхӑта пыраканни мухтавлӑ пулсассӑн, ӗмӗре пыраканни тата ытларах мухтавлӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн пек шанӑҫ пуррипе эпир Моисей пек мар, хӑюллӑн та уҫҫӑн ӗҫлетпӗр: вӑл, Израиль ывӑлӗсем мухтавлӑх иртсе кайнине ан курччӑр тесе, питне пӗркенчӗкпе витсе ҫӳренӗ.</verse>
				<verse number="13"></verse>
				<verse number="14">Анчах вӗсенӗн ӑсӗ пӗлми-курми пулнӑ: Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсемшӗн ҫав пӗркенчӗк мӗн халичченех сирӗлмесӗр тӑрать — вӑл Христос урлӑ ҫеҫ сирӗлет.</verse>
				<verse number="15">Моисей кӗнекине вуланӑ чухне вӗсенӗн чӗри ҫинче мӗн халичченех пӗркенчӗк выртать;</verse>
				<verse number="16">Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнсассӑн, ҫав пӗркенчӗк сирӗлет.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлхуҫа вӑл Сывлӑш; ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх.</verse>
				<verse number="18">Эпир пурсӑмӑр та, Ҫӳлхуҫа мухтавне уҫӑ питпе тӗкӗр ҫинчи пек курса тӑрса, хамӑр та улшӑнатпӑр, Унӑн сӑнарӗ евӗр пулса пыратпӑр. Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пире мухтавлӑран мухтавлӑ тӑвасшӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Турӑ ырӑлӑхӗпе эпир ҫак ӗҫе туса тӑмалла пултӑмӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫа усмастпӑр;</verse>
				<verse number="2">намӑсла вӑрттӑн ӗҫсене хутшӑнмастпӑр, чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр, пур ҫынна та Турӑ умӗнче чӑннине анчах каласа паратпӑр.</verse>
				<verse number="3">Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ӑнланмалла мар пулсассӑн та, вӑл пӗтекеннисемшӗн,</verse>
				<verse number="4">ӗненменнисемшӗн ҫеҫ ӑнланмалла мар — Христос мухтавӗ ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпар ҫутине ан курччӑр тесе, вӗсенӗн ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ; Христос вара — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпир хамӑр ҫинчен мар, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен каласа вӗрентетпӗр; эпир Иисусшӑн сирӗн чурӑрсем пулатпӑр:</verse>
				<verse number="6">ҫутта сӗмлӗхрен ҫутӑлса тухма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне Иисус Христос пичӗ ҫинче кӑтартмашкӑн пирӗн чӗремӗрсене ҫутатрӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫакӑ ырӑлӑха эпир тӑм савӑтрах илсе ҫӳретпӗр, ҫав ытла та пысӑк хӑват хамӑрӑн марри, вӑл Туррӑн пулни ҫавӑнтанах паллӑ.</verse>
				<verse number="8">Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр;</verse>
				<verse number="9">пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр;</verse>
				<verse number="10">Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн ӳтӗмӗрте палӑртӑр тесе, эпир Унӑн вилӗмне яланах хамӑр ӳтӗмӗрте илсе ҫӳретпӗр.</verse>
				<verse number="11">Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн вилӗмлӗ ӳтӗмӗрте пултӑрччӗ тесе, хамӑр чӗрӗ чухне эпир яланах Иисусшӑн вилетпӗр.</verse>
				<verse number="12">Апла пулсан, пирӗнпе пӗрле — вилӗм, сирӗнпе пӗрле — пурӑнӑҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫырура: «эпӗ ӗненеттӗм, ҫавӑнпа каларӑм» тенӗ пек, эпир те ҫавӑн пекех ӗненетпӗр, ӗненнӗрен калатпӑр та:</verse>
				<verse number="14">Иисус Ҫӳлхуҫамӑра Чӗртсе Тӑратаканӗ пире те Иисус урлӑ чӗртсе сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратассине эпир пӗлсе тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="15">Нумайӑшӗ Ырӑ Хыпарӑн пысӑк ырӑлӑхне курса Турра тав тӑвакан, Турра мухтакан пулччӑр тесе, эпир пурне те сирӗншӗн тӳсетпӗр.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа эпир хуйхӑрмастпӑр; пирӗн ӳт пӗтсе пырать пулсассӑн та, чун куллен-кун ҫӗнелсе пырать.</verse>
				<verse number="17">Пӗр вӑхӑта кӑштах асапланни пирӗн валли ӗмӗрлӗх мухтав хатӗрлет, ҫак тулли мухтавпа танлаштарсассӑн, ҫав асап — нимӗн те мар.</verse>
				<verse number="18">Эпир курӑнаканни патне мар, курӑнманни патне ҫитме тӑрӑшатпӑр: курӑнаканни вӑл — пӗр вӑхӑта, курӑнманни — ӗмӗрлӗхе.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Ҫӗр ҫинчи пӳртӗмӗр — ҫак хӳшӗ — ишӗлсессӗн, пирӗн валли тӳпере Турӑ туса панӑ ҫурт — алӑпа туман ӗмӗрлӗх ҫурт — пуррине эпир пӗлсе тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="2">Ҫавӑнпа эпир тӳпери ҫуртӑмӑра кӗресшӗн тӗмсӗлетпӗр те;</verse>
				<verse number="3">анчах тумлӑ пулсах пирӗн ҫарамас пулса тӑрас марччӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпир ҫак хӳшӗре пурӑнса йывӑрлӑх тӳссе йынӑшатпӑр, киввине хывсах пӑрахасшӑн мар эпир, ӑна улӑштарасшӑн ҫеҫ, вилӗмли вырӑнне чӗрӗ тӑраканни пулинччӗ тетпӗр.</verse>
				<verse number="5">Турӑ пире ҫавӑншӑн пултарнӑ та, ҫавна шантарса пире Сывлӑш тивлетне панӑ та.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа эпир яланах лӑпкӑ, эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: ӳтпе пурӑннӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫаран аякра тӑратпӑр</verse>
				<verse number="7">(эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр),</verse>
				<verse number="8">ҫавӑнпа эпир лӑпкӑ, ҫавӑнпа эпир ҫак ӳтрен уйрӑлса Ҫӳлхуҫа патне вырӑнаҫмашкӑн ӗмӗтленетпӗр.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа ӗнтӗ — эпир хамӑр килте пурӑнатпӑр-и, ют ҫӗрте-и — Ӑна юрӑхлӑ пулма тӑрӑшатпӑр.</verse>
				<verse number="10">Пирӗн пурсӑмӑрӑн та Христос сучӗ умне тӑмалла: ӳтпе пурӑннӑ чухне хамӑр мӗн тунӑ, — ырӑ тунӑ-и, усал тунӑ-и, — пурсӑмӑрӑн та ҫавна кура тивӗҫлине илмелле.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа эпир ҫынсене Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать; эсир те пире пӗлетӗр пулӗ тесе шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="12">Эпир ҫакна хамӑра сирӗн умӑрта асла хурасшӑн каламастпӑр, чун-чӗрерипе мар, тулашӗнчипе мухтанакансене сирӗн хирӗҫ каламалли пултӑр тесе сире хамӑрпа мухтанма май паратпӑр.</verse>
				<verse number="13">Эпир ӑссӑр пек курӑнатпӑр пулсассӑн — Турӑшӑн ҫапла тунӑ; ӑслӑ-тӑнлӑ пулсассӑн — сирӗншӗн тунӑ.</verse>
				<verse number="14">Пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, апла пурте вилнӗ тесе шухӑшлатпӑр пулсассӑн, эпир Христос пек юратакан пулса пыратпӑр.</verse>
				<verse number="15">Пурӑнакансем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе Чӗрӗлсе Тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа халӗ эпир никама та этем виҫипе виҫместпӗр, ӗлӗк Христоса та этем виҫипе виҫнӗ пулсассӑн, халӗ эпир Ун ҫинчен апла шухӑшламастпӑр.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла ӗнтӗ, кам Христоспа пӗрлешнӗ — ҫавӑ ҫӗнӗрен пулнӑ ҫын; авалхи иртсе кайнӑ, халӗ пурте ҫӗнӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫакӑ пӗтӗмпех — Турӑран; Вӑл пире Иисус Христос урлӑ Хӑйпе килӗштерчӗ тата пире ыттисене те Хӑйпе килӗштермешкӗн ӗҫлеме хушрӗ:</verse>
				<verse number="19">этемсенӗн ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫласа, Турӑ Христос урлӑ тӗнчене Хӑйпе килӗштернӗ, Хӑйӗнпе мӗнле килӗштермелли ҫинчен вӗрентме пире хушнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ҫапла ӗнтӗ эпир — Христос ячӗпе янӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлениех пулать; сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа килӗшӗр.</verse>
				<verse number="21">Ҫылӑха кӗменни урлӑ Хӑй умӗнче пире тӳрре кӑларасшӑн Турӑ Ӑна пирӗн ҫылӑхсемшӗн парне тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Эпир, Турӑшӑн тӑрӑшакансем, сире йӑлӑнатпӑр: Турӑ тивлетне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.</verse>
				<verse number="2">Ҫырура каланӑ: «Эпӗ майлӑ вӑхӑтра илтрӗм сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм сана» тенӗ. Акӑ халӗ майлӑ вӑхӑт, акӑ халӗ ҫӑлӑнас кун.</verse>
				<verse number="3">Ӗҫӗмӗре хурламалла ан пултӑр тесе, эпир никама та нихӑҫан та такӑнмалла тумастпӑр.</verse>
				<verse number="4">Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те,</verse>
				<verse number="5">хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр,</verse>
				<verse number="6">хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр,</verse>
				<verse number="7">чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр;</verse>
				<verse number="8">эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем;</verse>
				<verse number="9">эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр;</verse>
				<verse number="10">пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.</verse>
				<verse number="11">Эй Коринф ҫыннисем, эпир сирӗнпе уҫҫӑн калаҫатпӑр, сирӗншӗн чӗремӗр те яриех уҫӑ тӑрать.</verse>
				<verse number="12">Пирӗн чӗресем сирӗн валли хупӑ мар, сирӗн чӗрӗрсем пирӗн валли хупӑ.</verse>
				<verse number="13">Ачамсене каланӑ пек калатӑп: пирӗн пекех пулӑр, чӗрӗре уҫӑр.</verse>
				<verse number="14">Ӗненменнисемпе пӗрле ют сӳсмен ан тӑхӑнӑр: тӳрӗлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпа сӗмлӗхӗн пӗрлехи мӗн пур?</verse>
				<verse number="15">Христоспа Велиар хушшинче ӑҫтан килӗштерӳ пултӑр? Е ӗненекенпе ӗненменскер епле пӗрле пулайччӑр?</verse>
				<verse number="16">Турӑ Ҫурчӗпе йӗрӗхсем епле пӗрле пулайччӑр? Эсир — Чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ, Турӑ ҫапла каланӑ: «вӗсен хушшине вырӑнаҫӑп, вӗсен хушшинче ҫӳрӗп; вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="17">«Ҫавӑнпа вӗсен хушшинчен тухӑр, тет Ҫӳлхуҫа, уйрӑлӑр вӗсенчен. Таса маррине ан сӗртӗнӗр, Эпӗ вара йышӑнӑп сире».</verse>
				<verse number="18">«Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа» тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Эй савнӑ тӑванӑмсем, хамӑра ҫавӑн пек пама пулнине пӗле тӑркач, || Турӑран хӑраса, ырӑ ӗҫсем туса, ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар.</verse>
				<verse number="2">Пире хӑвӑр ӑшӑрта тытӑр: эпир никама та кӳрентермен, никама та сиен кӳмен, никамран та усӑ шыраман.</verse>
				<verse number="3">Ҫакна сире айӑпласа каламастӑп, эпӗ малтанах каларӑм: эсир — пирӗн чӗремӗрте, пирӗн ӗнтӗ пӗрле вилмелле, пӗрле пурӑнмалла.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ сире питех те шанса тӑратӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп; хамӑрӑн темӗн чухлӗ хуйхӑ пулин те, эпӗ пӗтӗмпех лӑплантӑм, темӗн тӗрлӗ савӑнса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="5">Македоние ҫитсессӗн пире нимӗнле канлӗх те пулмарӗ, пире пур енчен те хӗсӗрлесе ҫитернӗччӗ: юттисем тапӑнаҫҫӗ, хамӑрӑннисемшӗн хӑраса тӑраттӑмӑр.</verse>
				<verse number="6">Йӑвашшисене лӑплантаракан Турӑ пире Тит килсе ҫитнипе лӑплантарчӗ,</verse>
				<verse number="7">Тит килнипе ҫеҫ мар-ха, эсир ӑна лӑплантарса янипе те лӑплантӑмӑр эпир: вӑл пире эсир маншӑн тунсӑхлани ҫинчен, маншӑн мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эсир мана хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа пачӗ те, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа эпӗ сире хамӑн ҫырӑвӑмпа хурлантартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп ӗнтӗ, малтан ӳкӗнсеттӗм: ҫав ҫыру сире пӗр вӑхӑта пулин те хуйхӑртнине пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="9">Халӗ эпӗ савӑнатӑп, эсир хуйхӑрнӑшӑн савӑнмастӑп, эсир хуйхӑрса ҫылӑхӑрсенчен ӳкӗнмелле пулнӑшӑн савӑнатӑп. Ҫакӑ вӑл Турӑ ирӗкӗпе пулнӑ, ҫапла вара пирӗнтен нимӗнле сиен те курмарӑр.</verse>
				<verse number="10">Турра юрӑхлӑ хурлану ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать — уншӑн ӗнтӗ пӑшӑрханмаҫҫӗ, тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет.</verse>
				<verse number="11">Астӑвӑр-ха, Турра юрӑхлӑ хурлану сире епле тӑрӑшакан, мӗн тери ӳкӗнекен, епле тарӑхакан, епле хытӑ хӑракан, мӗн тери пӑшӑрханакан, епле хыпса ҫунакан турӗ, айӑпшӑн хаса пама хатӗр ҫынсем турӗ! Ҫав ӗҫре эсир хӑвӑр пур тӗлӗшрен те тасине кӑтартрӑр.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ сирӗн пата ҫыру ятӑм пулсассӑн, ӑна мӑшкӑл кӑтартаканшӑн та, мӑшкӑл кураканшӑн та ҫырмарӑм, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырса ятӑм.</verse>
				<verse number="13">Ҫакӑ пире лӑплантарчӗ. Эсир лӑплантарса янӑ Тит епле савӑнӑҫлӑ пулнине курсассӑн, эпир тата ытларах савӑнтӑмӑр.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла ӗнтӗ Тит умӗнче сирӗнпе мухтаннӑшӑн манӑн намӑсланмалла пулмарӗ, эпир сире яланах чӑннине каланӑ пек, Тит умӗнче мухтанни те тӳрре килчӗ.</verse>
				<verse number="15">Тит эсир пурсӑр та хӑйне итленине, хӑйне хумханса та хисеплесе хапӑл тунине асӑнмассерен сирӗн пата тата ытларах туртӑнать.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ ӗнтӗ сире пур ӗҫре те шанма юранӑшӑн питӗ савӑнатӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем! эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ тивлет ҫинчен пӗлтерес тетпӗр.</verse>
				<verse number="2">Вӗсем темӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳсеҫҫӗ пулин те, темӗн тӗрлӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем ытла та чухӑн пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑскерсем, питӗ нумай пулӑшаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="3">вӗсем вӑй ҫитнӗ таран та, вӑйӗнчен ытлашши те пулӑшма хавас — эпӗ ҫакна хам куртӑм.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем пире сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйтрӗҫ;</verse>
				<verse number="5">вӗсем ӗнтӗ эпир шанса тӑнинчен те ытларах турӗҫ, вӗсем чи малтан хӑйсене хӑйсем Турӑ аллине пачӗҫ, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире те пӑхӑнчӗҫ,</verse>
				<verse number="6">ҫавӑнпа эпир Тита ҫак ырӑ ӗҫе вӑл сирӗн патӑрта епле пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.</verse>
				<verse number="7">Эсир пур тӗлӗшпе те питӗ тулӑхлӑ: ҫирӗп ӗненетӗр, хӑватлӑ калаҫатӑр, нумай пӗлетӗр, ырришӗн тӑрӑшатӑр, пире те юратса тӑратӑр — ӗнтӗ ҫак ӗҫре те ырӑ пулӑр.</verse>
				<verse number="8">Ҫакна эпӗ хушса каламастӑп, ыттисем тӑрӑшнине кӑтартса, эсир юратни чӑннипе чӑнни маррине сӑнатӑп.</verse>
				<verse number="9">Эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр: Вӑл, пуянскер, сире Хӑйӗн ҫуклӑхӗпе пуйтарас тесе сирӗншӗн пуянран ҫука юлнӑ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ сире ҫав ырӑ ӗҫе тума канаш паратӑп: вӑл сирӗншӗн усӑллӑ, эсир ӑна тума пуҫлани тин мар, эсир ӑна иртнӗ ҫулах пикеннӗччӗ.</verse>
				<verse number="11">Халӗ ӗнтӗ ҫав ӗҫе вӑйӑр ҫитнӗ таран туса пӗтерӗр, ӑна епле чунтан-вартан тӑрӑшса пуҫларӑр, ҫавӑн пек вӗҫлӗр те.</verse>
				<verse number="12">Вӑй ҫитнӗ таран пулӑшни кӑмӑллӑ, вӑйран ытлашши пулӑшни кирлӗ мар.</verse>
				<verse number="13">Ыттисене ҫӑмӑллӑх кӳрсе хӑвӑр йывӑрлӑха лекни кирлӗ мар, пӗр тикӗс пултӑр.</verse>
				<verse number="14">Халӗ сирӗн ытлашшийӗр вӗсенӗн ҫитменнине ҫитертӗр; кайран вӗсенӗн ытлашшийӗ сирӗн ҫитменнине ҫитертӗр — пӗр тикӗс пултӑр;</verse>
				<verse number="15">Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Тита сирӗншӗн ҫавӑн пек тӑрӑшас шухӑш кӗртнӗшӗн тавах Турра!</verse>
				<verse number="17">Эпӗ ӑна тимлессе тимлерӗм те, вӑл хӑй питӗ харсӑр пирки, сирӗн пата хӑй каяс тенипе каять.</verse>
				<verse number="18">Унпа пӗрле тата Ырӑ Хыпара вӗрентнӗшӗн пур ӗненекен ушкӑн та мухтакан тӑванӑмӑра яратпӑр.</verse>
				<verse number="19">Ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫав ырӑ ӗҫе тунӑ ҫӗрте пире пулӑшса ҫӳреме суйланӑ, эпир ҫав ырӑ ӗҫе Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн тата хамӑр сире пулӑшма хатӗррипе тӑватпӑр.</verse>
				<verse number="20">Пулӑшмалӑх укҫа пире питӗ нумай параҫҫӗ, ҫавӑнпа камран та пулин сӑмах илтес марччӗ тесе ҫав ырӑ ӗҫе эпир сыхланса тӑватпӑр:</verse>
				<verse number="21">эпир Турӑ умӗнче ҫеҫ мар, ҫынсем умӗнче те ырӑ тума тӑрӑшатпӑр.</verse>
				<verse number="22">Вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑванӑмӑра та ятӑмӑр, вӑл тӑрӑшнине эпир нумай ӗҫре темиҫе хут та сӑнаса пӗлнӗ; халӗ вӑл сире ҫирӗп шаннипе тата ытларах тӑрӑшать.</verse>
				<verse number="23">Тит ҫинчен ҫакна калам: вӑл — манӑн юлташӑм, манпа пӗрле сирӗншӗн тӑрӑшать; ытти тӑванӑмӑрсем ҫинчен калам: вӗсем — ӗненекен ушкӑнсем янӑ ҫынсем, Христос вӗсем урлӑ мухтава тухать.</verse>
				<verse number="24">Ҫапла ӗнтӗ ӗненекен ушкӑнсем умӗнче эсир вӗсене хӑвӑр юратнине, эпир сирӗнпе тивӗҫлипе мухтаннине кӑтартӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Сӑваплӑ ҫынсене пулӑшасси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма мана кирлех те мар:</verse>
				<verse number="2">эсир тӑрӑшнине эпӗ пӗлетӗп, Ахаи пӗлтӗртенпех хатӗр тесе Македони ҫыннисем умӗнче сирӗнпе мухтанатӑп; сире курса нумайӑшӗ тӑрӑшакан пулчӗ.</verse>
				<verse number="3">Манӑн сирӗнпе мухтанни ҫак ӗҫре ахаль ан пултӑрччӗ, эпӗ каланӑ пек, эсир хатӗрленсе тӑрӑсӑрччӗ тесе, эпӗ сирӗн пата тӑванӑмӑрсене ятӑм:</verse>
				<verse number="4">хампа пӗрле Македони ҫыннисем пырсассӑн, вӗсем эсир хатӗр маррине курсан, пирӗн (сирӗн ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ!) ҫапла шанса мухтаннӑ хыҫҫӑн намӑса юлмалла ан пултӑрччӗ терӗм.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа сирӗн пата эпӗ тӑвансене ярас терӗм: вӗсем сирӗн пата манран маларах ҫитчӗр те эсир унчченех ырӑ сунса пама пулнине хатӗрлесе хума пулӑшчӑр, вара вӑл хырҫӑ евӗрлӗ пулмӗ, ырӑ сунса панӑ парне пек пулӗ терӗм.</verse>
				<verse number="6">Тата ҫакна калам: сахал акакан вырассине те сахал вырса илӗ; нумай акакан вырассине те нумай вырса илӗ.</verse>
				<verse number="7">Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр: хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать.</verse>
				<verse number="8">Пур тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ пулмашкӑн, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тумалӑх та пуян пулмашкӑн Турӑ сире пур тӗрлӗ ырӑлӑхран та пуйтарма пултарать,</verse>
				<verse number="9">Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ, унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗре пырать» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ акакана вӑрлӑх Параканӗ тата ҫиме ҫӑкӑр Параканӗ эсир акнине ӑнтарӗ, сирӗн тӳрӗлӗхӗр уссине ӳстерӗ;</verse>
				<verse number="11">вара эсир ырӑлӑх тумашкӑн пур тӗлӗшпе те пуян пулатӑр; эсир пирӗн урлӑ ырӑлӑх тунӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫак ӗҫе туса тӑни сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫитменнине анчах ҫитермест, нумайӑшне Турра хытӑ тав тӑвакан тӑвать;</verse>
				<verse number="13">ҫак ӗҫӗн уссине курсассӑн, сӑваплӑ ҫынсем эсир Христос ҫинчен пӗлтерекен Евангелие чунтан парӑннӑшӑн тата хӑйсене те, ыттисене те пурне те чунтан-вартан пулӑшнӑшӑн Турра аслӑласа мухтӗҫ;</verse>
				<verse number="14">Турӑ сире тулли тивлет панине курса, сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ, сирӗн пата туртӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Тавах Турра калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн!</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Эпӗ — сирӗнпе куҫ умӗнче йӑваш, куҫ хыҫӗнче хӑюллӑ Павел — сире Христос йӑвашлӑхне, Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса ӳкӗтлетӗп:</verse>
				<verse number="2">хӑшӗ-пӗрисем пире ӳт еккипе пурӑнакан вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсене эпӗ хамӑн хӑюлӑхӑма кӑтартма хатӗр; астӑвӑр, сирӗн пата пырсассӑн, манӑн чӑнах та ҫавӑн пек тумалла ан пултӑрччӗ.</verse>
				<verse number="3">Эпир этем пулсассӑн та кӗрешессе тӗнче этемӗ пек кӗрешместпӗр.</verse>
				<verse number="4">Пирӗн вӑй — этем вӑйӗ мар, тӗрексене те аркатма пултаракан Турӑ хӑвачӗ: Турӑ хӑвачӗпе эпир суя шухӑшсене пӗтеретпӗр,</verse>
				<verse number="5">Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та ҫӗнтеретпӗр, кирек мӗнле ӑслӑ ҫынна та парӑнтарса Христоса итлекен тӑватпӑр;</verse>
				<verse number="6">эсир чӑннипе те итлекен пулса ҫитсессӗн вара эпир сире кирек мӗнле итлеменшӗн те тивӗҫлипе хаса пама хатӗр пулӑпӑр.</verse>
				<verse number="7">Эсир ҫынна тулашӗнчен пӑхатӑр-и? || Хӑйне Христос ҫынни тесе шутлакан хӑйӗнчен шутласа илтӗр: вӑл епле Христос ҫынни, эпир те ҫавӑн пекех Христос ҫынни.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ хамӑра Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкпе — сире пӑсма мар, тӗреклӗлентерме панӑ ирӗкпе — ытларах мухтанас пулсан та намӑса юлмӑп.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ сире ҫырусемпе ҫеҫ хӑратнӑ пек ан туйӑнтӑр тата.</verse>
				<verse number="10">Ӗнтӗ «вӑл ҫырӑвӗсенче ӗнентерӳллӗ те, паттӑр та, куҫ умӗнче йӑмшак, сӑмахӗ те ун витӗмлӗ мар» теекенсем те пур;</verse>
				<verse number="11">ҫавӑн пек шухӑшлакансем пӗлсе тӑччӑр: эпир куҫ хыҫӗнче ҫырусенчи сӑмахпа епле, куҫ умӗнче ӗҫре те ҫаплах.</verse>
				<verse number="12">Эпир хамӑра хӑйсене мала хуракансемпе пӗре хума е вӗсемпе танлаштарма хӑяймастпӑр: вӗсем хӑйсене хӑйсен виҫипе виҫеҫҫӗ, айванла хӑйсене хӑйсемпе танлаштараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпир виҫесӗр мухтанмӑпӑр, Турӑ хамӑра кӑтартнӑ таран, хамӑра ҫӳресе тухма, сирӗн пата ҫитме панӑ ҫӗр ҫинче ҫеҫ мухтанӑпӑр.</verse>
				<verse number="14">Эпир ытлашши мухтанмастпӑр, эпир сирӗн пата Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме килмен пулсассӑн, пире ҫапла айӑплама пулатчӗ.</verse>
				<verse number="15">Эпир, виҫерен тухса, ҫын тунипе мухтанмастпӑр, эсир ҫирӗпрех ӗненнӗҫемӗн ҫак ҫӗртех сирӗн хушшӑрта тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме ӗмӗтленетпӗр,</verse>
				<verse number="16">кайран вара Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн урӑх ҫӗршывсене те кайӑпӑр, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе мухтанмӑпӑр.</verse>
				<verse number="17">Мухтанаканӗ Ҫӳлхуҫапа мухтантӑр.</verse>
				<verse number="18">Хӑйне хӑй мухтакан мухтавлӑ мар, кама Ҫӳлхуҫа мухтать, ҫавӑ мухтавлӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Манӑн ӑссӑрлӑхӑма ытла айӑпа хумӑсӑрччӗ эсир! Ӗнтӗ чӑтӑрах мана!</verse>
				<verse number="2">Эпӗ сирӗншӗн Турӑ пек тӑрӑшатӑп-ҫке: эпӗ сире пӗр Ар валли — Христос валли — ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр пек туса тӑратас терӗм.</verse>
				<verse number="3">Анчах та ҫӗлен Евӑна хӑйӗн чеелӗхӗпе илӗртсе улталанӑ пек, эсир те Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, хӑвӑр ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп.</verse>
				<verse number="4">Кам та пулин сире эпир вӗрентмен урӑх Иисус ҫинчен пырса вӗрентсессӗн, эсир хӑвӑр илмен урӑх сывлӑша йышӑнсассӑн, хӑвӑра пӗлтермен урӑх Ырӑ Хыпара йышӑнсассӑн — эсир ҫакна нимӗн те мар тӳсетӗр.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ хама ҫав «аслӑ апостолсенчен» нимӗнрен те кая мар тесе шухӑшлатӑп:</verse>
				<verse number="6">эпӗ хитре калаҫма ӑста мар пулин те, пӗлӳ тӗлӗшӗнчен япӑх мар. Ҫакна эпир сире тем тӗрлӗ те кӑтартса панӑ.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑра асла кӑларасшӑн Турӑ Евангелийӗне сире ахалех вӗрентсе хама кӗҫӗне хурса, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-и-мӗн?</verse>
				<verse number="8">Сирӗншӗн ӗҫленӗ чухне мана ытти ӗненекен ушкӑнсем пулӑшса тӑчӗҫ, эпӗ вӗсене тӑккалантарса пурӑнтӑм; сирӗн патӑрта ҫитменнипе асапланаттӑм пулсан та, эпӗ никама та аптӑратмарӑм:</verse>
				<verse number="9">манӑн ҫитменнине Македонирен килнӗ тӑвансем ҫитерчӗҫ; эпӗ сире унччен те чӑрмантарман, малашне те чӑрмантармӑп.</verse>
				<verse number="10">Хам ӑшӑмри Христос чӑнлӑхне асӑнса калатӑп: пӗтӗм Ахаи ҫӗрӗнче манӑн ырӑ ятӑма никам та пӗтерес ҫук.</verse>
				<verse number="11">Мӗншӗн эпӗ ҫапла тӑватӑп-ха? Сире юратманран-и-мӗн? Эпӗ сире юратнине Турӑ пӗлет!</verse>
				<verse number="12">Эпӗ халиччен мӗнле пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах пурӑнӑп: «эпир те сирӗн пекех ӗҫлесе тӑратпӑр» тесе мухтанмашкӑн сӑлтав шыракансене эпӗ ун пек сӑлтав тупма памӑп.</verse>
				<verse number="13">Ҫав суя апостолсем, ултавлӑн ӗҫлекенсем, Христос апостолӗсем пек курӑнса ҫӳреҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Тӗлӗнме те кирлӗ мар: шуйттан хӑй те хӑш чухне ҫутӑ ангел евӗрлӗ курӑнать,</verse>
				<verse number="15">ҫавӑнпа уншӑн ӗҫлекенсем те чӑнлӑхшӑн ӗҫлекенсем пек курӑнса ҫӳрени темех мар; вӗсене юлашкинчен ӗҫӗсене кура пулӗ.</verse>
				<verse number="16">Тата калам: мана кам та пулин ӑссӑр тесе ан шутлатӑр; ҫапла шутлатӑр пулсассӑн вара мана ӑссӑр вырӑнне те пулин хапӑл тӑвӑр, манӑн та кӑштах мухтанасчӗ.</verse>
				<verse number="17">Мухтанса калас сӑмахӑм Турӑран мар ӗнтӗ, эпӗ шӑпах ӑссӑр пек калӑп.</verse>
				<verse number="18">Ҫак тӗнче ҫыннисем мухтанма юрать теҫҫӗ пулсассӑн, эпӗ те мухтанам.</verse>
				<verse number="19">Эсир, ӑслӑ ҫынсем, ӑссӑрсене хапӑллатӑр:</verse>
				<verse number="20">вӗсем мӗн тунине чӑтатӑр — хӑвӑра пусмӑрлакана, хӑвӑртан тӑранса пурӑнакана, хӑвӑртан ытлашши пуҫтаракана, хӑйне асла хуракана, питӗртен ҫупса яракана чӑтатӑр.</verse>
				<verse number="21">Намӑс пулсан та калатӑп: пирӗн апла тума хал ҫитмерӗ. || Кам та кам мӗнпе те пулин мухтанма хӑять пулсассӑн, эпӗ те — ӑссӑрскер — ҫавӑнпа мухтанма хӑятӑп.</verse>
				<verse number="22">Вӗсем еврей-и? Эпӗ те — ҫавах. Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те — ҫавах. Авраам йӑхӗнчисем-и? Эпӗ те — ҫавах.</verse>
				<verse number="23">Христосшӑн ӗҫлекенсем-и? Ӑссӑрланса калатӑп: эпӗ Христосшӑн ытларах ӗҫлетӗп. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, темӗн чухлӗ суран тӳсрӗм, вӗсенчен нумайрах тӗрмере лартӑм, темиҫе хут вилес патнех ҫитрӗм.</verse>
				<verse number="24">Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ,</verse>
				<verse number="25">виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм;</verse>
				<verse number="26">темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм;</verse>
				<verse number="27">эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.</verse>
				<verse number="28">Ытти ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ, ман патӑмра тата куллен халӑх — манӑн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла.</verse>
				<verse number="29">Кам та пулин асаплансассӑн, эпӗ те унпа пӗрле асапланмастӑп-им? Кам та пулин такӑнсассӑн, эпӗ уншӑн хыпса ҫунмастӑп-им?</verse>
				<verse number="30">Мухтанас тесессӗн, хамӑн халсӑрлӑхӑмпа мухтанам.</verse>
				<verse number="31">Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, — Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр! — эпӗ суеҫтерменнине пӗлет.</verse>
				<verse number="32">Арета патшанӑн Дамаскри халӑха пӑхса тӑракан пуҫлӑхӗ мана тытасшӑн Дамаск хулине хурал тӑратрӗ; мана вара кунтӑ ӑшне лартса чӳречерен кӑларса хӳме тӑрӑх антарса ячӗҫ те, эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлтӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Мухтанни маншӑн усӑллӑ мар та, ҫавах манӑн мухтанмах тивет: эпӗ хама Ҫӳлхуҫа мӗн кӑтартни, мӗн уҫса пани патне ҫитетӗп.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ пӗр Христос ҫыннине пӗлетӗп; вунтӑватӑ ҫул каялла ӑна (те ӳчӗпе, те ӳчӗсӗр — эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет) виҫҫӗмӗш тӳпене ҫитиех илсе кайнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫакна пӗлетӗп: ҫав ҫынна (те ӳчӗпе, те ӳчӗсӗр — эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет)</verse>
				<verse number="4">рая илсе кайнӑ, вӑл унта этем каласа пама та пултарайман сӑмахсем илтнӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанӑп; хам мухтанаймӑп, мухтансассӑн та халсӑрлӑхӑмпа ҫеҫ мухтанӑп.</verse>
				<verse number="6">Мухтанас тесессӗн те эпӗ ӑссӑр пулмӑп, чӑннине калӑп; ҫапах та кам та пулин ман ҫинчен манра мӗн курнинчен е манран мӗн илтнинчен ытлашшине ан шухӑшлатӑр тесе, эпӗ чарӑнса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="7">Хама ытла нумай пӗлтернипе мухтанасран, хама асла хурасран мана асаплантарма ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ — шуйттан ангелӗ асап кӑтартать мана.</verse>
				<verse number="8">Ӑна манран сиртӗрччӗ тесе эпӗ Ҫӳлхуҫана виҫӗ хутчен тархасларӑм.</verse>
				<verse number="9">Анчах Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: «сана Эпӗ панӑ тивлет те ҫителӗклӗ, Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра палӑрать» терӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ хамӑн халсӑрлӑхӑмпа хавассӑнах мухтанӑп, халсӑрланнӑ чухне мана Христос вӑй парать.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа эпӗ Христосшӑн темӗнле асапа та тӳсме хавас: хамӑн халсӑрлӑхӑма та кӑмӑллатӑп, хурлӑхран та, йывӑрлӑхран та, инкек-синкекрен те, хӗсӗрленинчен те хӑрамастӑп, мӗншӗн тесессӗн асап курнӑ чухне эпӗ хӑватлӑ.</verse>
				<verse number="11">Эпӗ ӗнтӗ мухтанса ухмаха тухас патнех ҫитрӗм; ҫакна эсир мана ирӗксӗрех тутартӑр. Мана сирӗн мухтамаллаччӗ, хам нимӗне тӑмастӑп пулин те, «аслӑ апостолсенчен» эпӗ нимӗнрен те кая мар.</verse>
				<verse number="12">Хам апостол иккенне эпӗ сире тӗрлӗ асап тӳссе тата паллӑсем, кӗтретсем, хӑватсем туса кӑтартрӑм.</verse>
				<verse number="13">Ытти ӗненекен ушкӑнсемпе танлаштарсассӑн, сире мӗн ҫитмест-ха? Тен, эпӗ сире тӑккалантарманни-и? Каҫарӑрсам ун пек айӑпӑма.</verse>
				<verse number="14">Акӑ эпӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыма та хатӗр, пырсассӑн сире тӑккалантармӑп: мана сирӗнни кирлӗ мар, хӑвӑр кирлӗ. Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли пурлӑх пуҫтармалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пуҫтармалла.</verse>
				<verse number="15">Эпӗ те хамӑн мӗн пуррине сирӗншӗн хаваспах тӑкаклама хатӗр, сирӗншӗн эпӗ хама та хӗрхенместӗп. Эпӗ сире ҫапла шутсӑр юратнӑ ҫӗртех эсир мана сахал юрататӑр.</verse>
				<verse number="16">Сирӗн шутпа, эпӗ ӗнтӗ сирӗнтен хам илмен пулсассӑн та, чееленсе, сирӗнтен улталаса илнӗ пулать.</verse>
				<verse number="17">Сирӗн пата янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ мӗн те пулин илтӗм-ши вара?</verse>
				<verse number="18">Эпӗ сирӗн пата Тита ятӑм, унпа пӗрле тата пӗр тӑвана ятӑм. Сирӗнтен Тит мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа иксӗмӗр те пӗр шухӑшпа ӗҫлесе тӑмарӑмӑр-и? Пӗр ҫулпах ҫӳремерӗмӗр-и?</verse>
				<verse number="19">Вӗсем пирӗн умра хӑйсене тӳрре кӑларасшӑн ҫапла калаҫҫӗ тесе шухӑшламастӑр-и тата эсир? Эпир Турӑ умӗнче Христоса ӗненсе калатпӑр: савнӑ тӑванӑмсем, ҫакна сире ӑса кӗртесшӗн тӑватпӑр.</verse>
				<verse number="20">Эпӗ хӑраса тӑратӑп: унта ҫитӗп те — эсир эпӗ курма ӗмӗтленнӗ ҫынсем пек мар иккен, эпӗ те сирӗншӗн — эсир курма ӗмӗтленнӗ ҫын пек мар иккен; эпӗ пынӑ ҫӗре сирӗн хушшӑрта тавлашу, ӑмсану, ҫилленӳ, вӑрҫӑ-харҫӑ, суя, элек, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх ан пултӑрччӗ;</verse>
				<verse number="21">сирӗн пата пырсассӑн Туррӑм умӗнче намӑсланас марччӗ; таса мар ӗҫ туса, аскӑнланса, намӑссӑрланса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн халичченех ӳкӗнмесӗр пурӑнакансемшӗн манӑн хуйхӑрса макӑрмалла ан пултӑрччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Эпӗ ӗнтӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыратӑп. Икӗ е виҫӗ кӳнтелен ҫирӗплетсе каласассӑн кирек мӗнле сӑмах та тӗплӗ пулӗ.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ сире унччен те каланӑччӗ, халӗ те, — тепӗр хут тӗл пулас умӗн, — иккӗмӗш хут пынӑ чухнехи пекех унччен ҫылӑха кӗнисене хытарсах калатӑп: пырсассӑн хӗрхенсе тӑмӑп.</verse>
				<verse number="3">Эсир ман урлӑ Христос каланине кӑтартакан паллӑ шыратӑр. Эсир Христос хӑватне курман мар, Вӑл сирӗн хушшӑрта Хӑйӗн хӑватне кӑтартать.</verse>
				<verse number="4">Ӑна халсӑр этем халлӗн пӑталанӑ пулин те, Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ; эпир те Унпа пӗрле халсӑр, анчах эпир Турӑ хӑвачӗпе Унпа пӗрле сирӗн хушшӑрта чӗрӗ пулӑпӑр.</verse>
				<verse number="5">Эсир хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр — ӗненетӗр-и эсир? хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр. Эсир Иисус Христос хӑвӑр ӑшӑрта иккенне пӗлместӗр-им? Хӑвӑра сӑнани кӑлӑхах пулман пулсассӑн, пӗлмеллех.</verse>
				<verse number="6">Пирӗн вара ҫакӑ кӑлӑхах пулмарӗ, эсир ӑна пӗлессе эпӗ шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="7">Эсир нимӗн усал та тумӑсӑрччӗ тесе эпир Турра кӗлтӑватпӑр. Эпир ҫакна тӗрӗслени-сӑнани витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑшӑн ырӑ сӑмах илтесшӗн тумастпӑр, сире эпир ҫав тӗрӗслеве чӑтайман пек туйӑнсассӑн та эсир ырӑ ҫеҫ тунӑ пултӑрччӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпир чӑнлӑха хирӗҫ пыма хӑватлӑ мар, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшма хӑватлӑ.</verse>
				<verse number="9">Эпир, хамӑр халсӑр пулса, эсир хӑватлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр; ҫавӑнпа ӗнтӗ сире пур тӗлӗшпе те ырра кӑларасшӑн кӗлтӑватпӑр та.</verse>
				<verse number="10">Хам пыриччен, аякран та пулин, ҫакна ҫырса ярас терӗм: сирӗн пата пырсассӑн Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкӗмпе хаяр пулмалла ан пултӑрччӗ манӑн, ҫав ирӗке мана ӗҫе пӑсма паман, ӗҫе туса ҫитермешкӗн панӑ.</verse>
				<verse number="11">Эй тӑванӑмсем, ӗнтӗ савӑнса пурӑнӑр, ырӑланса пырӑр, чунӑра пусарӑр, пӗр шухӑшпа тӑрӑр, килӗштерсе пурӑнӑр — вара юратупа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ.</verse>
				<verse number="12">Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлтан чуптуса ырӑ сунӑр. Сире сӑваплӑ ҫынсем пурте салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ, Атте Туррӑн савакан кӑмӑлӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр, сире пурсӑра та Таса Сывлӑш пӗрлештерсе тӑтӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="48">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Хӑйне апостол пулма этемсем те мар, этем те мар, Иисус Христос тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнӗ Павел</verse>
				<verse number="2">тата хампа пӗрлехи пур тӑванӑм та — Галатири ӗненекенсенӗн ушкӑнӗсене:</verse>
				<verse number="3">сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан — Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе пире ҫак ултавлӑ тӗнчерен ҫӑласшӑн Хӑйне Хӑй пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилӗме панӑ Иисус Христосран — тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр;</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5">Атте Туррӑмӑр ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр. Аминь.</verse>
				<verse number="6">Эсир хӑвӑра Хӑйӗн тивлечӗпе Чӗнсе Илекене пӑрахса Ырӑ Хыпара урӑхла вӗрентни хыҫҫӑн ҫапла хӑвӑрт кайнинчен тӗлӗнетӗп эпӗ;</verse>
				<verse number="7">урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук, сире пӑлхатакан, Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑсасшӑн тӑрӑшакан ҫынсем ҫеҫ пур.</verse>
				<verse number="8">Сире эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар ҫинчен урӑхла вӗрентсессӗн — эпир хамӑрах пулсан та, ҫӳлтен аннӑ ангел пулсан та — ҫавна ылхан пултӑр.</verse>
				<verse number="9">Эпир унччен мӗн каланӑччӗ, халӗ те каллех ҫапла калатӑп: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара сире урӑхла вӗрентекене ылхан пултӑр.</verse>
				<verse number="10">Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-и е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн-и? ҫынна юрасшӑн тӑрӑшатӑп-и? Эпӗ халичченех ҫынна юраса пурӑннӑ пулсассӑн, Христос чури пулман пулӑттӑм.</verse>
				<verse number="11">Эй тӑванӑмсем, сире пӗлтеретӗп: эпӗ сире пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар — этемӗн мар:</verse>
				<verse number="12">эпӗ ӑна этемрен илмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ унччен иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне епле пурӑннине эсир илтнӗ: эпӗ Турра ӗненекенсене хаярла, пӗтересле хӗсӗрленӗ;</verse>
				<verse number="14">аттемӗрсенчен юлнӑ йӑласемшӗн эпӗ виҫесӗр хытӑ тӑрӑшаттӑм, иудей тӗнне ман чухлӗ пӗлекен, ӑна ман пек ҫирӗп тытса тӑракан хамӑн тантӑш хушшинче сахалччӗ.</verse>
				<verse number="15">Мана аннем варӗнчех суйласа илсе, Хӑйӗн тивлечӗпе чӗнсе илнӗ Турӑ,</verse>
				<verse number="16">мана Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерсе, Ун ҫинчен суя тӗнлисене Ырӑ Хыпар калаттармашкӑн кӑмӑл тусассӑн, эпӗ ӳтпе юнран ӑс ыйтмарӑм,</verse>
				<verse number="17">хамран маларах апостол пулнисем патне те Иерусалима каймарӑм, эпӗ Аравие кайрӑм, унтан каллех Дамаска таврӑнтӑм.</verse>
				<verse number="18">Кайран, виҫӗ ҫул иртсессӗн, эпӗ Иерусалима Петрпа курӑнӑҫма кайрӑм, ун патӗнче пӗр вунпилӗк кун пурӑнтӑм.</verse>
				<verse number="19">Ҫӳлхуҫа тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне апостолсенчен урӑх эпӗ нихӑшне те курмарӑм.</verse>
				<verse number="20">Турӑ умӗнче калатӑп, ҫакна сире суеҫтерсе ҫырмастӑп.</verse>
				<verse number="21">Унтан эпӗ Сирипе Килики ҫӗрӗсене кайрӑм.</verse>
				<verse number="22">Христоса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗсем мана курманччӗ-ха,</verse>
				<verse number="23">ӗлӗк хӑйсене хӗсӗрлекенни халӗ ӗнтӗ унччен хӑй пӗтерме тӑрӑшнӑ тӗн ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳрет тенине ҫеҫ илтнӗ вӗсем —</verse>
				<verse number="24">вара вӗсем маншӑн Турра мухтанӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Унтан, вунтӑватӑ ҫул иртсессӗн, эпӗ Варнавӑпа каллех Иерусалима кайрӑм, хамӑрпа пӗрле Тита та илсе кайрӑмӑр.</verse>
				<verse number="2">Каясса Турӑ пӗлтернипе кайрӑм, унта эпӗ хам суя тӗнлисене вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм; чи хисеплӗ ҫынсене хӑйсене уйрӑм каласа патӑм: эпӗ кӑлӑхах тӑрӑшмастӑп-ши, кӑлӑхах тӑрӑшмарӑм-ши, терӗм.</verse>
				<verse number="3">Манпа пӗрле пынӑ Тит эллин пулин те, вӗсем ӑна ӳтне кастарма хистемерӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Пире пӑхӑнтарасшӑн эпир Иисус Христос урлӑ илнӗ ирӗкӗмӗрпе мӗн тунине вӑрттӑн пӑхса тӑма пирӗн хушшӑмӑра систермесӗр кӗрсе кайнӑ суя тӑвансемпе —</verse>
				<verse number="5">Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ сирӗнте тӗрӗс упрантӑр тесе — эпир самантлӑха та килӗшмерӗмӗр, вӗсене парӑнмарӑмӑр.</verse>
				<verse number="6">Чи сумлисем вара, — вӗсене темӗн тӗрлӗ хисеплесессӗн те, вӗсем кирек кам пулсассӑн та, ҫакӑ маншӑн нимех те мар: Турӑ умӗнче вӑл ниме те пӗлтермест, — эпӗ мӗнле вӗрентни ҫумне нимӗн те хушмарӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Пачах урӑхла: Петра ӳт кастарнисене Ырӑ Хыпар пӗлтерме шаннӑ пек, мана ӳт кастарманнисене Ырӑ Хыпар калама шаннине курсассӑн</verse>
				<verse number="8">(Петра ӳт кастарнисем патӗнче апостол ӗҫне Тума Пулӑшаканӗ мана та суя тӗнлисене вӗрентме пулӑшрӗ),</verse>
				<verse number="9">мана панӑ тивлет ҫинчен пӗлсессӗн, тӗн тӗрекӗ шутланакан Иаков, Кифа тата Иоанн пире, Варнавӑпа иксӗмӗре, пӗр ӗҫ тӑватпӑр тесе алӑ пачӗҫ, эпир суя тӗнлисем патне, вӗсем ӳт кастарнисем патне кайма пултӑмӑр;</verse>
				<verse number="10">тата пире чухӑнсене асра тытса тӑма хушрӗҫ, эпӗ ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама тӑрӑшрӑм.</verse>
				<verse number="11">Петр Антиохие пырсан, эпӗ ӑна уҫҫӑнах хирӗҫ тӑтӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл айӑпа кӗнӗччӗ:</verse>
				<verse number="12">Иаков патӗнчен ҫынсем киличчен вӑл суя тӗнлисемпе апат ҫинӗ; лешӗсем килсен вара ӳт кастарнисенчен шикленсе пӑрӑнса ҫӳре пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="13">Унпа пӗрле ытти иудейсем те икӗпитлӗн хӑтланчӗҫ, Варнава та вӗсен икӗпитлӗхне ҫакланчӗ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗнчен пӑрӑннине курсассӑн, эпӗ Петра пурин умӗнчех каларӑм: «эсӗ, иудей ҫынни, иудейла пурӑнмасӑр суя тӗнлӗ ҫын пек пурӑнатӑн пулсассӑн, мӗншӗн-ха суя тӗнлисене иудейла пурӑнма хистетӗн?» терӗм.</verse>
				<verse number="15">Эпир иудейран ҫуралнӑ, суя тӗнлисенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар;</verse>
				<verse number="16">ҫапах та этем саккуна пурӑнаҫласа пынипе мар, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухнине пӗлсессӗн, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр — эпир ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫласа пынипе мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухасшӑн, мӗншӗн тесессӗн саккуна пурӑнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук.</verse>
				<verse number="17">Эхер те эпир Христос урлӑ тӳрре тухма тӑрӑшнине пӑхмасӑрах ҫылӑхлӑ пулса тӑтӑмӑр пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулать-и? Паллах, апла мар.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ хам аркатнинех ҫӗнӗрен тӑватӑп пулсассӑн, хама хам айӑплӑ ҫын тӑватӑп.</verse>
				<verse number="19">Турӑшӑн пурӑнмашкӑн эпӗ саккун урлӑ саккуншӑн вилнӗ. Эпӗ Христоспа пӗрле пӑталаннӑ,</verse>
				<verse number="20">ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман ӑшӑмра Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтпе пурӑнатӑп пулсассӑн та, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ Турӑ Ывӑлне ӗненсе пурӑнатӑп.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ Турӑ тивлетне йышӑнмастӑп мар. Саккун урлӑ тӳрре тухмалла пулнӑ пулсан, Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй ӑссӑр галатсем! сире Иисус Христос ҫинчен Ӑна хӑвӑр куҫӑр умӗнче пӑталанӑ пекех витӗмлӗн каласа панӑччӗ-ҫке, сирӗн пуҫа кам ҫавӑрнӑ вара — чӑнлӑха пӑхӑнми тунӑ.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ сирӗнтен ҫакна ҫеҫ ыйтса пӗлесшӗн: эсир Таса Сывлӑша саккун хушнине туса илтӗр-и е хӑвӑра вӗрентнине ӗненсе-и?</verse>
				<verse number="3">Сывлӑшпа пуҫласа халӗ ӳтпе вӗҫлетӗр, ӗнтӗ ҫав териех ӑссӑр-и эсир?</verse>
				<verse number="4">Эсир мӗн чухлӗ тӳсрӗр, ҫакӑ кӑлӑхах пулчӗ-и? Мӗнле-ха ҫакӑ кӑлӑхах пулма пултарнӑ?</verse>
				<verse number="5">Сире Сывлӑшне Параканӗ, сирӗн хушшӑрта хӑватсем Тӑваканӗ ҫакна эсир саккун хушнине пурӑнӑҫланӑшӑн тӑвать-и е пирӗнтен илтнӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗшӗн тӑвать-и?</verse>
				<verse number="6">Авраам ҫапла «Турра ӗненнӗ, ӗнтӗ ҫакна унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ».</verse>
				<verse number="7">Пӗлсемӗр: ӗненекенсем Авраам ачисем пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Суя тӗнлисене Турӑ ӗненнӗшӗн тӳрре кӑларассине малтанах пӗлсе, Ҫыру Авраама малтанах Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ: «сан урлӑ пур халӑхсем те пиллӗх илӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем ӗненнӗ Авраампа пӗрле пиллӗх илеҫҫӗ,</verse>
				<verse number="10">саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫапла ҫырнӑ: «саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те пурӑнӑҫласа пыман ҫын кирек кам та ылханлӑ» тенӗ.</verse>
				<verse number="11">Саккун урлӑ никам та Турӑ умӗнче тӳрре тухас ҫукки паллӑ, мӗншӗн тесессӗн «тӳрӗ ҫын хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ».</verse>
				<verse number="12">Саккун вӑл ӗненнипе ҫыхӑнман, унта ҫапла ҫырнӑ: «саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫлакан ҫеҫ чӗрӗ пулӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Авраам пиллӗхӗ Иисус Христос урлӑ суя тӗнлисем патне ҫиттӗр, яма пулнӑ Сывлӑша пирӗн ӗненни урлӑ илмелле пултӑр тесе, Христос пирӗншӗн ылханлӑ пулса пире саккун ылханӗнчен хӑтарнӑ (мӗншӗн тесессӗн «йывӑҫ ҫинче ҫакӑнса тӑракан кирек кам та ылханлӑ» тесе ҫырнӑ).</verse>
				<verse number="14"></verse>
				<verse number="15">Эй тӑвансем! этемле шухӑшласа калатӑп: этем халалне те, — вӑл тӗрӗс пулнӑ пулсан, — никам та улӑштармасть, ун ҫумне нимӗн те хушмасть.</verse>
				<verse number="16">Турӑ Авраама парас ырӑлӑха унран ҫуралассине те пама пулнӑ. Нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек: «унӑн йӑхне» темен, Пӗрин ҫинчен каланӑ пек: «унран Ҫуралассине» тенӗ — Ҫураласси Христос пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ малтанах хывнӑ халала тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул каярах панӑ саккун улӑштараймасть, сӑмах панине пӑрахӑҫа кӑлараймасть, тетӗп.</verse>
				<verse number="18">Еткере саккун хушнине итленӗшӗн параҫҫӗ пулсан, ку ӗнтӗ пани пулмасть; Авраама вара Турӑ ҫакна Хӑй халалланипе панӑ.</verse>
				<verse number="19">Саккун мӗншӗн кирлӗ-ха? Ӑна усал ӗҫсене ҫиеле кӑлармашкӑн кайран панӑ, вӑл Ҫураласси — пире пама Пулнӑскерӗ — киличчен кирлӗ пулнӑ; ӑна ангелсем урлӑ хута кӗрекен аллипе панӑ.</verse>
				<verse number="20">Хута кӗрекен икӗ хутлӑхра кӑна пулать, Турӑ пӗрре анчах.</verse>
				<verse number="21">Апла саккун Турӑ халалланине хирӗҫ пырать-им? Паллах, апла мар! Чӗрӗ тума пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрӗлӗх чӑнах та саккунран килӗччӗ;</verse>
				<verse number="22">ӗненекенсене пама пулнине илес тесен, ҫынсем Иисус Христоса ӗненччӗр тесе Ҫыру пурте ҫылӑхлине кӑтартса тӑрать.</verse>
				<verse number="23">Ӗненес вӑхӑт ҫитиччен, ӗненесси уҫӑличчен пире саккун сыхласа тӑнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫапла ӗнтӗ ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе, саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ;</verse>
				<verse number="25">ӗненес вӑхӑт ҫитнӗренпе эпир ӗнтӗ — ача пӑхакан аллинче мар.</verse>
				<verse number="26">Христос Иисуса ӗненнипе эсир пурсӑр та Турӑ ывӑлӗсем пултӑр;</verse>
				<verse number="27">пурсӑр та эсир Христос ячӗпе тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлешрӗр.</verse>
				<verse number="28">Ӗнтӗ иудей те, эллин та ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук: Христос Иисуспа пӗрлешнипе эсир — пӗр пӗтӗм.</verse>
				<verse number="29">Эсир Христос ҫыннисем пулсан — Авраам ачисем пулатӑр, пама пулнине илес еткерҫӗсем пулатӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Тата калам: еткерҫӗ, пӗтӗм пурлӑх хуҫи пулсан та, ача чухне чураран нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑмасть:</verse>
				<verse number="2">ашшӗ каласа хӑварнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхакансене, пурлӑхне тытса тӑракансене пӑхӑнса тӑрать.</verse>
				<verse number="3">Ача вырӑнӗнче пурӑннӑ чухне эпир те ҫапла саккун чури пулса пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="4">вӑхӑт виҫи тулса ҫитсессӗн Турӑ вара, пире саккун аллинчен ҫӑлса ывӑллӑха илес тесе, Хӑйӗн Ывӑлне янӑ, Ывӑлӗ хӗрарӑмран ҫуралса саккуна пӑхӑннӑ.</verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">Эсир — ывӑлӗсем, ҫавӑнпа Турӑ сирӗн чӗрӗре Ывӑлӗн: «эй Авва, Аттем!» тесе чӗнекен Сывлӑшне янӑ.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ ӗнтӗ текех чура мар, эсӗ — ывӑлӗ; ывӑлӗ пулсан, Иисус Христос урлӑ Турӑ еткерҫи те пулатӑн.</verse>
				<verse number="8">Анчах ун чухне эсир, Турра пӗлмесӗр, турӑ мар япаласене турӑ тесе ӗҫлесе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="9">Халӗ ӗнтӗ, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн е, тӗрӗсрех каласассӑн, Турӑ хӑвӑра пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха каллех ҫав халсӑр та нишлӗ япаласем енне сулӑнатӑр, каллех ҫавсен чури пулас тетӗр-и?</verse>
				<verse number="10">Эсир кунсене, уйӑхсене, вӑхӑтсене, ҫулталӑксене астуса тӑратӑр.</verse>
				<verse number="11">Сирӗншӗн хӑраса тӑратӑп: эпӗ сирӗншӗн ҫакӑн чухлӗ ӗҫлени харама каймарӗ-ши тетӗп.</verse>
				<verse number="12">Эй тӑвансем, ыйтсах калатӑп сире: ман пек пулӑр, эпӗ те сирӗн пекех. Эсир мана нимӗнпе те кӳрентермен;</verse>
				<verse number="13">хӑвӑр та пӗлетӗр: эпӗ сире малтанхи хут Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ чухне эпӗ чирлӗччӗ,</verse>
				<verse number="14">манӑн чирӗм сирӗншӗн сире сӑнани-тӗрӗслени пулчӗ — эсир манран йӗрӗнмерӗр, мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пек, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пек хапӑл турӑр.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑн чухнехи савӑнӑҫӑр ӑҫта кайса кӗнӗ сирӗн? Пӗр иккӗленмесӗр калатӑп: май пулнӑ пулсан, эсир мана куҫӑра кӑларса панӑ пулӑттӑрччӗ.</verse>
				<verse number="16">Сире чӑннине каласа эпӗ сирӗн тӑшманӑр пултӑм-ши вара?</verse>
				<verse number="17">Хӑшӗсем сирӗншӗн питех те ӑшталанаҫҫӗ, ырра мар ку: вӗсем сире пирӗнтен уйӑрттарасшӑн, хӑйсем майлӑ тӑвасшӑн.</verse>
				<verse number="18">Мана сирӗн патӑрта пулнӑ чухне ҫеҫ мар, ялан кӑмӑллани лайӑх.</verse>
				<verse number="19">Эй ачамсем! сирӗн ӑшӑра Христос сӑнарӗ вырӑнаҫтӑр тесе эпӗ сире каллех асапланса ҫурататӑп!</verse>
				<verse number="20">Эпӗ халӗ сирӗн патӑрта пулӑттӑм та сирӗнпе урӑхла калаҫнӑ пулӑттӑм, капла сирӗн ҫинчен нимӗн шухӑшлама та аптӑратӑп.</verse>
				<verse number="21">Саккуна пӑхӑнса пурӑнас теекенсем, калӑр-ха мана: ара, эсир саккуна итлеместӗр-и?</verse>
				<verse number="22">Ҫапла ҫырнӑ: || Авраамӑн икӗ ывӑл пулнӑ: пӗри — чура арӑмран, тепӗри — ирӗклинчен.</verse>
				<verse number="23">Чураран ҫурални ӳт йӗркипе ҫуралнӑ; ирӗклинчен ҫурални Турӑ пама пулнипе ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="24">Ҫакӑнта ытарлӑн калани пур: ҫав арӑмсем икӗ халала пӗлтереҫҫӗ, пӗр халалне Синай тӑвӗ ҫинче панӑ, вӑл чура пулма ҫуратать, ку — Агарь ӗнтӗ:</verse>
				<verse number="25">Агарь Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗре килет, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ачи-пӑчи-мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать;</verse>
				<verse number="26">ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл пире пурсӑмӑра та анне пулать.</verse>
				<verse number="27">Ҫапла ҫырнӑ: «ача туманскерӗ, ача ҫуратманскерӗ, савӑн! ача ҫуратса асапланманскерӗ, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Ӗнтӗ мӑшӑрӗ пӑрахнӑ арӑмӑн ача-пӑча упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен чылай ытларах» тенӗ.</verse>
				<verse number="28">Эпир вара, тӑванӑмсем, Исаак пек, Турӑ пама пулнипе ҫуралнисем.</verse>
				<verse number="29">Ун чухне ӳт йӗркипе ҫурални Сывлӑш йӗркипе ҫуралнине хӗсӗрленӗ, халӗ те ҫавӑн пекех.</verse>
				<verse number="30">Ҫыру мӗн тет-ха? «Чура арӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, чура ывӑлӗ ирӗклӗ арӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле еткер илес ҫук» тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, эпир — чура ывӑлӗсем мар, ирӗклӗ арӑм ывӑлӗсем.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Христос пире ирӗклӗ пулма ирӗклӗх панӑ. Эппин, ҫирӗп тӑрӑр, хӑвӑра каллех чура тума ан парӑр.</verse>
				<verse number="2">Акӑ эпӗ, Павел, сире ҫапла калатӑп: ӳтӗре кастаратӑр пулсан, сире Христосран нимӗн усӑ та пулмӗ.</verse>
				<verse number="3">Ӳтне кастаракан кашни ҫынна татах аса илтерем: унӑн ӗнтӗ пӗтӗм саккуна пурӑнӑҫласа тӑмалла.</verse>
				<verse number="4">Эсир, хӑвӑра хӑвӑр саккунпа тӳрре кӑларакансем, Христоссӑр тӑрса юлтӑр, Турӑ тивлетӗнчен уйӑрӑлтӑр,</verse>
				<verse number="5">эпир вара Сывлӑш урлӑ ӗненсе тӳрре тухасса ӗмӗтленсе кӗтсе тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="6">Эпир Христос Иисуспа пӗрле пулсассӑн, ӳте касни те, ӳте касманни те — нимӗн те мар; юратупа ӗненни кирлӗ.</verse>
				<verse number="7">Эсир чупсах пыраттӑр, чӑнлӑха пӑхӑнса тӑма кам чарчӗ-ха сире?</verse>
				<verse number="8">Ку шухӑш сире хӑвӑра Чӗнсе Илекенрен килмен.</verse>
				<verse number="9">Сахал кӑвас чустиех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе ярать.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа хама шанӑҫлӑх панипе эпӗ эсир урӑхла шухӑшламӑр тесе шанса тӑратӑп; сире пӑтратакан вара, кирек кам пулсан та, айӑпа юлӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй тӑвансем, эпӗ халӗ те ӳт кастарма вӗрентетӗп пулсан, мана мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ-ха? Апла хӗрес ҫинчен вӗрентнине пӗр иккӗленмесӗр йышӑнӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Ах, сире пӑтратакансем хӑйсен ӳтне кассах пӑрахӗҫинччӗ!</verse>
				<verse number="13">Эй тӑванӑмсем, сире ирӗклӗ пурӑнма чӗнсе илнӗ, анчах та эсир ирӗк тесе ӳте юраса ан пурӑнӑр, пӗр-пӗрне юратса пулӑшса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="14">Пӗтӗм саккун — пӗр сӑмахра: хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат.</verse>
				<verse number="15">Пӗр-пӗрне кӑшласа, ҫисе пурӑнатӑр пулсассӑн, сыхланӑр: пӗр-пӗрин урлӑ пӗтмелле ан пулӑр.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ сире: Сывлӑш хушнипе пурӑнӑр, вара эсир ӳт екки хыҫҫӑн каймӑр, тетӗп.</verse>
				<verse number="17">Ӳт — Сывлӑша кирлӗ маррине, Сывлӑш ӳте кирлӗ маррине тӑвасшӑн: вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа эсир хӑвӑр тӑвас тенине мар, урӑххине тӑватӑр.</verse>
				<verse number="18">Сире Сывлӑш ертсе пырать пулсассӑн, эсир ӗнтӗ — саккун аллинче мар.</verse>
				<verse number="19">Ӳт ӗҫӗсем паллӑ; вӗсем акӑ ҫаксем: ясар туни, аскӑнланса ҫӳрени, ирсӗрленни, намӑссӑрланни,</verse>
				<verse number="20">йӗрӗхсене пуҫҫапни, асамлани-тухатни, пӗр-пӗринпе тӑшманлӑ тӑни, вӑрҫса пурӑнни, хапсӑнни, ҫилленни, хирӗҫни-пӑтранни, килӗштерсе пурӑнайманни, (илӗртни,) пӑсса вӗрентни,</verse>
				<verse number="21">ҫынна курайманни, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, пуҫтахланни тата ҫавӑн евӗрли ытти те. Эпӗ сире малтанах каласа хуратӑп, унччен те каланӑччӗ: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ.</verse>
				<verse number="22">Сывлӑш ӗҫӗсем акӑ ҫаксем: юратни, савӑнни, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенни, шанчӑклӑх,</verse>
				<verse number="23">йӑвашлӑх, чаруллӑ пулни. Ҫавӑн евӗрлисемшӗн саккун ҫук.</verse>
				<verse number="24">Христоса парӑннисем хӑйсен ӳтне хӗрес ҫумне пӑталанӑ, аскӑнлӑха, ӳт хыҫҫӑн каяс кӑмӑла пӗтернӗ.</verse>
				<verse number="25">Эпир Сывлӑшпа пурӑнатпӑр пулсассӑн, пирӗн Сывлӑш хушнине тӑвас пулать.</verse>
				<verse number="26">Ӗнтӗ чапшӑн ҫунар мар, пӗр-пӗрне вӗчӗхтерер мар, пӗр-пӗрне ӑмсанар мар.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем! пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, Сывлӑш хушнипе пурӑнакансем, ӑна йӑвашшӑн чӑнлӑх ҫулӗ ҫине таврӑнма пулӑшӑр; хӑвӑра хӑвӑр та сыхлӑр: улталанмалла ан пулӑр.</verse>
				<verse number="2">Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхне пӗрле тӳсӗр, ҫапла эсир Христос саккунне пурӑнӑҫлатӑр.</verse>
				<verse number="3">Ниме тӑманскерех хӑйне хӑй асла хуракан хӑйне хӑй улталать.</verse>
				<verse number="4">Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ:</verse>
				<verse number="5">кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ.</verse>
				<verse number="6">Вӗренекен хӑйне вӗрентекене хӑйӗн пур тӗрлӗ пурлӑхӗнчен те парса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="7">Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук. Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет:</verse>
				<verse number="8">ӳчӗшӗн акакан хӑй ӳтӗнчен вилеслӗх вырса илӗ; Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ.</verse>
				<verse number="9">Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр.</verse>
				<verse number="10">Апла май пур чухне пурне те ырӑлӑх тӑвар, пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑлӑх тӑвар.</verse>
				<verse number="11">Куратӑр-и, эпӗ сире хам аллӑмпа тата мӗнле пысӑк саспаллисемпе ҫырса яратӑп.</verse>
				<verse number="12">Ҫынсене юрас теекенсем сире ӳтӗре кастарма хистеҫҫӗ — ҫакна вӗсем мухтанма, хӑйсене Христос хӗресӗшӗн ан хӗсӗрлеччӗр тесе тӑваҫҫӗ:</verse>
				<verse number="13">ӳтне кастаракансем хӑйсем те саккуна пурӑнӑҫламаҫҫӗ, хӑйсем вара сирӗн ӳтӗре кастарасшӑн — вӗсем ҫакӑнпа мухтанасшӑн.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ мухтанасшӑн мар, мухтансан та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӗресӗпе ҫеҫ мухтанӑп: хӗресе пула тӗнче маншӑн вилнӗ, эпӗ те тӗнчешӗн вилнӗ.</verse>
				<verse number="15">Ӳте касни те, ӳте касманни те ниме те пӗлтермест, ҫыннӑн ҫӗнелни кирлӗ.</verse>
				<verse number="16">Ҫак йӗркепе пурӑнакансене тата Турӑ Израильне канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр!</verse>
				<verse number="17">Ӗнтӗ мана никам та ан аптӑраттӑр: манӑн ӳтӗм-тирӗм Иисус Ҫӳлхуҫамӑр суранӗсемпе суранланнӑ.</verse>
				<verse number="18">Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗн сывлӑшӑрпа пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="49">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулнӑ Павел — Эфесри сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуса ҫирӗп ӗненекенсене:</verse>
				<verse number="2">хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ: Вӑл пире Христос урлӑ чуна кирлӗ ҫӳлти пур тӗрлӗ ырӑлӑха та пиллесе панӑ;</verse>
				<verse number="4">Хӑй умӗнче сӑваплӑ та айӑпсӑр пулччӑр тесе, Вӑл пире Христос урлӑ тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ.</verse>
				<verse number="5">Пире юратнипе Хӑйӗн тивлечӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, Вӑл пире Хӑй ирӗкӗпе кӑмӑл туса Иисус Христос урлӑ Хӑй валли ывӑллӑха илмелле туса хунӑ; юратнӑ Ывӑлӗ урлӑ ҫав тивлетпе пире тивлетлӗ тунӑ;</verse>
				<verse number="6"></verse>
				<verse number="7">Хӑйӗн виҫесӗр тивлечӗпе Вӑл пире Ывӑлӗ урлӑ Унӑн Юнне тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ;</verse>
				<verse number="8">Хӑйӗн тивлетне пире ытлӑн-ҫитлӗн парса, пире пур тӗрлӗ ӑслӑлӑха пӗлекен, пурне те ӑнланакан тунӑ.</verse>
				<verse number="9">Турӑ пире Хӑй ирӗкӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса пачӗ: Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тахҫанах Христос урлӑ тума шутласа хунине — палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн Христос мӗн пуррине тӳперине те, ҫӗр ҫинчине те пуҫлӑх пулса пӗрлештермеллине — уҫса пачӗ.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Христос урлӑ эпир те еткерҫӗ пултӑмӑр: пурне те Хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑваканӗ Хӑйӗн мухтавне аслӑлаччӑр тесе пире, Христоса чи малтан шанакансем пулнӑ май, малтанах палӑртса хунӑ.</verse>
				<verse number="12"></verse>
				<verse number="13">Христос урлӑ эсир те чӑн сӑмаха — хӑвӑр ҫӑлӑнасси ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпара — илтсе Ӑна ӗнентӗр те ярса пама пулнӑ Таса Сывлӑш хӑватне илтӗр;</verse>
				<verse number="14">Таса Сывлӑша илни вӑл эпир хамӑра пама пулнине Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарнӑ чухне илессе пӗлтерет, эпир Унӑн мухтавне аслӑлӑпӑр.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ те эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, сӑваплӑ ҫынсене пурне те юратса тӑни ҫинчен илтрӗм те</verse>
				<verse number="16">хам кӗлтунӑ чухне сире асӑнса ялан сирӗншӗн Турра тав тӑватӑп.</verse>
				<verse number="17">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте Турӑ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан, пӗлекен тӑвакан Сывлӑшне патӑрччӗ;</verse>
				<verse number="18">сирӗн чӗрӗр куҫне уҫинччӗ, эсир вара Вӑл хӑвӑра мӗнле шанчӑк патне чӗннине, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ ҫав ырӑлӑх мӗн тери тулӑххине</verse>
				<verse number="19">тата пирӗнте — Унӑн пурне те тытса тӑракан вӑйӗ пулӑшнипе ӗненсе тӑракансенче — Унӑн хӑвачӗ тем тӗрлӗ аслине пӗлсе тӑракан пулинччӗҫ тесе кӗлтӑватӑп.</verse>
				<verse number="20">Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ,</verse>
				<verse number="21">тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ;</verse>
				<verse number="22">пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ;</verse>
				<verse number="23">Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эсир ӗнтӗ усал ӗҫӗрсене пула, ҫылӑха кӗнине пула вилнӗччӗ:</verse>
				<verse number="2">эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ;</verse>
				<verse number="3">эпир те ӗлӗк пурсӑмӑр та ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине туса айӑпа кӗрсе пурӑннӑ, ыттисем пекех чӑнахах ҫилӗ ҫитес ачасем пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Анчах та нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Хӑй юратакан кӑмӑллӑ пулнӑран, пире юратса,</verse>
				<verse number="5">пире, усал ӗҫсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ — сире тивлет парса ҫӑлнӑ,</verse>
				<verse number="6">Христос Иисуспа пӗрле вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире тӳпене Унпа пӗрле лартнӑ;</verse>
				<verse number="7">Христос Иисус урлӑ пирӗншӗн кӑмӑллӑ пулса, пире пулас ӗмӗрте Хӑйӗн виҫесӗр тивлетне кӑтартас тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Хӑвӑр ӗненнипе сире тивлет парса ҫӑлнӑ; ҫӑлӑнасси хӑвӑртан килмен, вӑл — Турӑ панӑ ырӑлӑх:</verse>
				<verse number="9">эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене пула ҫӑлӑнман, ҫавӑнпа никам та ан мухтантӑр.</verse>
				<verse number="10">Пире Турӑ пултарнӑ, пире Христос Иисус урлӑ ырӑ ӗҫсем тума пултарнӑ, Турӑ пире ҫав ӗҫсене пурӑнӑҫлама хушнӑ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ астуса тӑрӑр: эсир ӗлӗк суя тӗнлӗ ҫынсемччӗ, ӳтне кастарнисем, ӳтне алӑпа кастарнисем, сире «ӳт кастарманнисем» теетчӗҫ;</verse>
				<verse number="12">ҫав вӑхӑтра эсир Христоссӑр пурӑнаттӑрччӗ, Израиль халӑхӗшӗн эсир ютчӗ, халал мӗн пама пулнине пӗлместӗрччӗ, сирӗн шанӑҫӑр ҫукчӗ, тӗнчере эсир Турра ӗненмесӗр пурӑнаттӑрччӗ.</verse>
				<verse number="13">Халӗ вара эсир, унччен аякра тӑраканскерсем, Христос Иисуспа пӗрлешсе, Унӑн Юнӗ урлӑ ҫывӑх ҫынсем пултӑр.</verse>
				<verse number="14">Вӑл — пирӗн тӑнӑҫлӑх. Вӑл пире, суя тӗнлисемпе иудейсене, пӗрлештерчӗ, икӗ халӑхран пӗр халӑх турӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан хӳмене аркатрӗ,</verse>
				<verse number="15">саккун хушнине Хӑйӗн вилӗмӗпе пӑрахӑҫа кӑларчӗ, Хӑйӗнче иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ ҫын туса, тӑнӑҫлӑх парса,</verse>
				<verse number="16">тӑшманлӑха хӗрес ҫинче пӗтерсе хӗрес асапӗпе иккӗшне те пӗр Ӳт урлӑ Турӑпа килӗштерчӗ.</verse>
				<verse number="17">Христос килчӗ те сире — аякрисене те, ҫывӑхрисене те — канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерчӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫапла вара Христос пулӑшнипе эпир — кусем те, тепӗрисем те — пӗр Сывлӑш хӑвачӗпе Аттемӗр патне пыратпӑр.</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир халӗ — ют мар, ют ҫӗртен килнисем те мар, сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле пурӑнакансем, Турӑ ачисем;</verse>
				<verse number="20">сире апостолсемпе пророксенӗн никӗсӗ ҫине тӗреклӗ тӑратнӑ, кӗтесри тӗп чулӗ вара — Иисус Христос Хӑй.</verse>
				<verse number="21">Ун ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать, унӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн ҫыхӑнса Ҫӳлхуҫана халалланӑ таса Чиркӳ пулса ӳссе пыраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="22">ҫавӑн ҫинчех эсир те Сывлӑш пулӑшнипе Турӑ пурӑнмалли ҫурт пулса пыратӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗншӗн, суя тӗнлӗ ҫынсемшӗн, эпӗ, Павел, Иисус Христос ӗҫӗ пирки тӗрмере ларатӑп.</verse>
				<verse number="2">Турӑ мана сирӗншӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн тивлет панине, мана вӑрттӑнлӑхне пӗлтернине илтнӗ эсир. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен сире унчченех кӗскен ҫырса янӑччӗ ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">Христосӑн вӑрттӑнлӑхне эпӗ мӗнле ӑнланнине эсир ҫавна вуласа ӑнкарса илме пултаратӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫав вӑрттӑнлӑха — суя тӗнлисем те Ырӑ Хыпар илтсе Христос Иисус урлӑ ырӑлӑха кӗрессине, иудейсемпе пӗр ӳт пулассине, Турӑ пама пулнине илессине — Таса Сывлӑш авалхи этем ывӑлӗсене Христосӑн сӑваплӑ апостолӗсене, пророкӗсене халӗ пӗлтернӗ чухлех пӗлтермен.</verse>
				<verse number="6"></verse>
				<verse number="7">Турӑ мана Хӑйӗн хӑвачӗпе панӑ тивлетпе эпӗ ҫав Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлесе тӑраканӗ пултӑм.</verse>
				<verse number="8">Турӑ мана — сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере — ҫав тивлете панӑ:</verse>
				<verse number="9">мана ӑна суя тӗнлисене Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме тата пурне те Иисус Христос урлӑ туса ҫитернӗ Туррӑн ӗмӗр никама та каламасӑр тӑнӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме панӑ,</verse>
				<verse number="10">ӗненекен ушкӑн урлӑ халӗ ӗнтӗ тӳпери пуҫлӑхсемпе хӑватсене те Туррӑн тӗрлӗ ӑслӑлӑхне пӗлмелле тунӑ;</verse>
				<verse number="11">ҫав ӗҫ Турӑ ӗмӗртен малтанах хушнипе пулнӑ, Турӑ ӑна Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ туса ҫитернӗ;</verse>
				<verse number="12">Ун урлӑ эпир хӑюллӑ пултӑмӑр, Ӑна ӗненнипе Турӑ умне шанса пыратпӑр.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире йӑлӑнатӑп: эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан хуйхӑрӑр, ҫав асапсем сире мухтава кӑлараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑншӑн эпӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса кӗлтӑватӑп:</verse>
				<verse number="15">тӳпери йышсем те, ҫӗр ҫинчи йышсем те пурте Унран ят илеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="16">Хӑйӗн тулӑхлӑ мухтавне кура, Хӑй Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Вӑл сирӗн шалти ӑс-хакӑлӑра тӗреклӗлентерме вӑй патӑрччӗ,</verse>
				<verse number="17">ҫапла ӗненнипе сирӗн чӗрӗрсем ӑшне Христос вырӑнаҫтӑрччӗ,</verse>
				<verse number="18">юрату сирӗн тымарӑр, сирӗн никӗсӗр пултӑрччӗ, вара сирӗн мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле Христос юратӑвӗн сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ мӗн иккенне пӗлсе ҫитмелле пултӑрччӗ, Христосӑн ӑспа пӗлме ҫук юратӑвне ӑнласа илмелле пултӑрччӗ; ҫапла вара сирӗнте Туррӑн пур ырӑлӑхӗ те пултӑрччӗ.</verse>
				<verse number="19"></verse>
				<verse number="20">Эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен хамӑр ӑшри хӑвачӗпе темӗн чухлӗ ытларах Тума Пултаракана ӗненекен ушкӑн Христос Иисус урлӑ сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре мухтаса тӑтӑр. Аминь.</verse>
				<verse number="21"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӗрмере ларакан ҫын, сире ӳкӗтлетӗп: эсир хӑвӑра чӗнсе илсе панӑ ята юрӑхлӑ пурӑнӑр:</verse>
				<verse number="2">кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">Пӗр тӑл-пӳ, пӗр Сывлӑш, ҫавӑн пекех сире пӗр шанчӑкпа тӑма чӗнсе илнӗ;</verse>
				<verse number="5">пӗр Ҫӳлхуҫа, ӗненни те, тӗне кӗни те пӗрех,</verse>
				<verse number="6">пӗр Турӑ, Вӑл — пуринӗн те Ашшӗ, Вӑл — пуринчен те аслӑ, Хӑйӗн вӑйне пуринӗн урлӑ та кӑтартать, пурсӑмӑр ӑшӗнче те тӑрать.</verse>
				<verse number="7">Пире пурсӑмӑра та, кашнинех, Христосӑн тулли ырӑлӑхӗнчен хӑйне уйрӑм ырӑлӑх панӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа Ҫыру ҫапла калать те: «ҫӳле ҫӗклентӗн, тыткӑна тыткӑнларӑн, этемсене ырӑлӑх патӑн» тет.</verse>
				<verse number="9">«Ҫӳле ҫӗклентӗн» тени малтан Вӑл ҫӗр тӗпӗнчи вырӑнсене аннине пӗлтермесен мӗне пӗлтерет тата?</verse>
				<verse number="10">Аяла аннӑскерӗ Хӑй пур ҫӗрте те, пурин ӑшӗнче те пулмашкӑн тӳперен те ҫӳле ҫӗкленнӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл хӑшне — апостол, хӑшне — пророк, хӑшне — Ырӑ Хыпар пӗлтерекен, хӑшне — ҫын кӗтӳҫи, хӑшне вӗрентӳҫӗ тунӑ:</verse>
				<verse number="12">вӗсен сӑваплӑ ҫынсене Христос Тӑл-пӗвӗшӗн — Унӑн Чиркӗвӗшӗн — ӗҫлесе тӑма хатӗрлемелле,</verse>
				<verse number="13">ҫав ӗҫсене ӗнтӗ эпир пурсӑмӑр та пӗр тӗне кӗриччен, Турӑ Ывӑлне пӗлсе ҫитиччен, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитиччен, Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен туса тӑмалла;</verse>
				<verse number="14">вара эпир ачасем пек пулмӑпӑр: ҫын улталанипе, чее илӗртнипе ҫилпе хумханнӑ пек тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн ҫӳремӗпӗр.</verse>
				<verse number="15">Яланах чӑнлӑха юратса, пур тӗлӗшпе те Христос патне ҫывӑхарма тӑрӑшса ӳссе ҫитӗнӗпӗр. Вӑл — Пуҫлӑх,</verse>
				<verse number="16">пӗтӗм Тӑл-пӳ Ӑна пӑхӑнса тӑрать, вӑл пӗр-пӗринпе тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ, кашни пайӗ кирлӗ таран пӗр-пӗриншӗн юратса ӗҫленипе ӳссех пырать, тӗреклӗленет.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫана асӑнса калатӑп: эсир ӗнтӗ малашне ытти халӑхсем хӑйсен ниме тӑман ӑсӗпе пурӑннӑ пек ан пурӑнӑр;</verse>
				<verse number="18">вӗсен ӗнтӗ ӑстӑнӗ тайӑлнӑ, нимӗн те пӗлменнипе, чӗри туйми пулса ҫитнипе Турӑ пурӑнӑҫӗнчен ютшӑннӑ;</verse>
				<verse number="19">туйми пулса ҫитсе, вӗсем намӑс ӗҫе ярӑнчӗҫ, пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗн чиккине пӗлмесӗр аскӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Сире Христос ҫинчен ҫапла вӗрентмен-ҫке,</verse>
				<verse number="21">эсир Ун ҫинчен илтнӗ, Унпа пӗрле пулса, Унра чӑнлӑх иккенне пӗлнӗ —</verse>
				<verse number="22">илӗртекен ӳт хыҫҫӑн кайнӑран пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлакан авалхи этемӗн ӗлӗкхи пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахмаллаччӗ,</verse>
				<verse number="23">сирӗн чунӑрпа, ӑстӑнӑрпа ҫӗнелмеллеччӗ,</verse>
				<verse number="24">сирӗн тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем пулмаллаччӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурсӑр та суяна пӑрахса хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калӑр: эпир пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем.</verse>
				<verse number="26">Ҫилленсе ҫылӑха ан кӗрӗр: ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр;</verse>
				<verse number="27">хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр.</verse>
				<verse number="28">Вӑрласа пурӑннӑскерӗ малашне ан вӑрлатӑр, ҫитменнипе асапланакана памалӑх та пултӑр тесе, аллипе усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑштӑр.</verse>
				<verse number="29">Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракансене вӑл ырӑлӑх кӳтӗр.</verse>
				<verse number="30">Туррӑн Таса Сывлӑшне ан хурлантарӑр: Вӑл сире хӑтарас кун валли паллӑ тунӑ.</verse>
				<verse number="31">Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та сирӗнтен аякра тӑтӑр;</verse>
				<verse number="32">пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке;</verse>
				<verse number="2">пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр, Вӑл пирӗншӗн Хӑйне Хӑй Турра парнене кӳнӗ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Аскӑн ӗҫӗн, тӗрлӗ тасамарлӑхӑн, мула хапсӑнассийӗн сирӗн хушшӑрта — сӑваплӑ ҫынсем хушшинче — ячӗ те ан пултӑр.</verse>
				<verse number="4">Тата сире ирсӗр сӑмах калаҫни те, пушӑ сӑмах калани те, кӑнттамла шӳтлени те килӗшмест, сирӗн хушшӑрта Турра тав туса калаҫни анчах илтӗнтӗр.</verse>
				<verse number="5">Пӗлсех тӑрӑр: аскӑн ҫыннӑн, ирсӗр ҫыннӑн, мула хапсӑнакан ҫыннӑн, — ку ӗнтӗ йӗрӗхе пуҫҫапаканпа пӗрех, — Христоспа Турӑ Патшалӑхӗнче пайӗ ҫук.</verse>
				<verse number="6">Сире никам та пушӑ сӑмахпа илӗртсе ан улталайтӑр: Турра хирӗҫ тӑракансем ҫине Унӑн ҫилли ҫитӗ,</verse>
				<verse number="7">ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир вӗсемпе ан явӑҫӑр.</verse>
				<verse number="8">Эсир ӗлӗк сӗмлӗх пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ ҫутӑ пултӑр: эппин, ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр;</verse>
				<verse number="9">Таса Сывлӑша илнисенӗн ӗҫӗ — тӗрлӗ ырӑлӑх тӑвасси, тӳрӗлӗхпе пурӑнасси, чӑннине пӗлесси.</verse>
				<verse number="10">Турра мӗн юрӑхлине пӗлме тӑрӑшӑр;</verse>
				<verse number="11">сӗмлӗх ӗҫӗсене, уссӑр ӗҫсене, хутшӑнманнипе кӑна мар-ха, вӗсене питлӗр эсир.</verse>
				<verse number="12">Вӗсен вӑрттӑн тӑвакан ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс.</verse>
				<verse number="13">Ҫутӑра пурте уҫҫӑн палӑрать, пурте ҫиеле тухать, палӑраканни пурте курӑнса тӑрать.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑнпа каланӑ та: «эй ҫывӑракан, вӑран, чӗрӗлсе тӑр вилӗмрен — сана Христос ҫутӑлтарӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Эппин, хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр:</verse>
				<verse number="16">вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнпа ӗнтӗ шухӑшла пӗлмен ҫынсем ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе пырӑр.</verse>
				<verse number="18">Эрехпе ан иртӗхӗр: вӑл астарать; сирӗн ӑшӑрта Таса Сывлӑш тулли пултӑр;</verse>
				<verse number="19">пӗр-пӗринпе псаломсен, мухтав юррисен, тӗн юррисен сӑмахӗсемпе калаҫӑр, Ҫӳлхуҫана чунтан-вартан аслӑласа юрлӑр.</verse>
				<verse number="20">Яланах пуриншӗн те Атте Турра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тав туса тӑрӑр,</verse>
				<verse number="21">пӗр-пӗрне Турӑран хӑраса итлесе тӑрӑр.</verse>
				<verse number="22">Эй арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр:</verse>
				<verse number="23">Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек, Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ пулнӑ пек, упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ.</verse>
				<verse number="24">Ӗненекенсем Христоса пӑхӑнса тӑнӑ пек, арӑмсем те пур тӗлӗшпе те упӑшкине пӑхӑнса тӑччӑр.</verse>
				<verse number="25">Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ, вӗсене шыва кӗртсе, каламалли сӑмаха каласа тасатнипе</verse>
				<verse number="26"></verse>
				<verse number="27">Хӑй умне мухтавлӑ Чиркӳ — пӗр вараланчӑксӑр, айӑпсӑр е ҫавӑн евӗрлӗ урӑх кӑлтӑксемсӗр — туса тӑратасшӑн Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ.</verse>
				<verse number="28">Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать.</verse>
				<verse number="29">Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӗвне хӑй кураймасӑр пурӑнмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать. Ҫӳлхуҫа ӗненекенсемшӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшать:</verse>
				<verse number="30">эпир — Унӑн тӑл-пӗвӗн пайӗсем-ҫке; эпир Унӑн ӳтӗнчен, Унӑн шӑмми-шаккинчен пулнӑ.</verse>
				<verse number="31">Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ.</verse>
				<verse number="32">Ку — калама ҫук пысӑк вӑрттӑнлӑх; эпӗ ҫакна Христоспа ӗненекенсен ушкӑнӗ (Чиркӳ) ҫинчен каланӑ тесе шутлатӑп.</verse>
				<verse number="33">Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Эй ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр, ку вӑл — тивӗҫлипе пӑхӑнни.</verse>
				<verse number="2">«Аҫупа аннӳне хисепле, вара хӑвнах ырӑ пулӗ, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ» — ку ырӑлӑх пама пулнӑ малтанхи ӳкӗт.</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене ан ҫиллентерӗр, вӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр.</verse>
				<verse number="5">Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине, Христоса пӑхӑннӑ пек, хӑраса та чӗтресе, уҫӑ кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑрӑр;</verse>
				<verse number="6">ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Христос чурисем пек, Турӑ ирӗкне чунтан-вартан пурӑнӑҫласа тӑрӑр:</verse>
				<verse number="7">ҫыншӑн ӗҫленӗ пек ан пулӑр, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫленӗ пек юратса ӗҫлӗр,</verse>
				<verse number="8">пӗлсех тӑрӑр: чура-и, ирӗкри-и — кирек кам та Ҫӳлхуҫаран хӑй ырӑ тунине кура илӗ.</verse>
				<verse number="9">Эй хуҫасем, эсир те чурӑрсемшӗн ырӑ пулӑр, вӗсене ытла хытӑ ан тытӑр, пӗлсех тӑрӑр: сирӗншӗн те, вӗсемшӗн те тӳпере пӗр Ҫӳлхуҫа. Вӑл ҫын камне пӑхмасть.</verse>
				<verse number="10">Эй тӑванӑмсем, юлашкинчен ҫапла калам: Ҫӳлхуҫапа, Унӑн хӑватлӑ вӑйӗпе тӗреклӗленӗр;</verse>
				<verse number="11">Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр — вара шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултарайӑр:</verse>
				<verse number="12">пирӗн ӳтпе те юнпа — ҫынсемпе — кӗрешмелле мар, пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа ӗнтӗ, йывӑр кун усала хирӗҫ тӑмашкӑн, пурне те ҫӗнтерсе кайран сыхӑ тӑмашкӑн Туррӑн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланӑр.</verse>
				<verse number="14">Хатӗрленӗр, пилӗкӗре чӑнлӑх ҫыхӑр, тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне тӑхӑнӑр,</verse>
				<verse number="15">канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн урӑра сырса хатӗр тӑрӑр;</verse>
				<verse number="16">кирек хӑҫан та ӗненӗвӗн хулканне тытса тӑрӑр: унпа эсир шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме пултарӑр;</verse>
				<verse number="17">тата ҫӑлӑнӑҫӑн калпакне, Сывлӑш паракан хӗҫе — Турӑ Сӑмахне — илӗр.</verse>
				<verse number="18">Кирек хӑш вӑхӑтра та эсир, хӑвӑра Сывлӑш хистенӗ пек, тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтӑвӑр; яланах тӑрӑшса кӗлтӑвӑр; пур сӑваплӑ ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр,</verse>
				<verse number="19">маншӑн та кӗлтӑвӑр: эпӗ вӗрентнӗ чухне Турӑ мана кирлӗ сӑмахсем патӑрччӗ, Ырӑ Хыпарӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен манӑн хӑюллӑн каласа парасчӗ.</verse>
				<verse number="20">Тӗрмере ларатӑп пулин те, эпӗ — унӑн элчи, хамӑн тивӗҫӗме кура манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн вӗрентесчӗ.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ мӗн халпа тӑнине, мӗн туса пурӑннине сире пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан юратнӑ Тихик тӑванӑм каласа парӗ.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ ӑна сирӗн пата вӑл сире пирӗн ҫинчен пӗлтерсе сирӗн чӗрӗре пусартӑр тесе ятӑм та.</verse>
				<verse number="23">Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тӑванӑмӑрсене канӑҫлӑх патӑр, вӗсене ӗненекен те, юратакан та тутӑр.</verse>
				<verse number="24">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра яланах юратса тӑракансене пурне те тивлет пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="50">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иисус Христос чурисем Павелпа Тимофей — Христос Иисус урлӑ тасалнӑ Филиппӑри ҫынсене пурне те, вӗсемпе пӗрле епископӗсене те, дьяконӗсене те:</verse>
				<verse number="2">хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Сире асӑнмассерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп,</verse>
				<verse number="4">кӗлтунӑ чухне ялан сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнса кӗлтӑватӑп:</verse>
				<verse number="5">эсир пире чи малтанхи кунран пуҫласа халичченех Ырӑ Хыпар сарма пулӑшса тӑратӑр;</verse>
				<verse number="6">ҫав ырӑ ӗҫе сирӗнте Пуҫласа Яраканӗ ӑна Иисус Христос кунӗ тӗлне туса ҫитерӗ тесе шанса тӑратӑп эпӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп, эсир яланах манӑн чӗремре: тӗрмере-и эпӗ е Ырӑ Хыпара хӳтӗлетӗп-и, унӑн чӑнлӑхне кӑтартса паратӑп-и — эпӗ сире пурсӑра та хампа пӗрле тивлет илнисем тесе асра тытса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="8">Турӑ курать: эпӗ сире пурсӑра та Иисус Христос юратнӑ пек юрататӑп;</verse>
				<verse number="9">сирӗншӗн Турра кӗлтӑватӑп: эсир пӗлнӗҫемӗн пӗлекен, пурне те тарӑннӑн куракан пулса пынӑ май сирӗн юратӑвӑр ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ.</verse>
				<verse number="10">Мӗн аваннине пӗлсе пурӑнса, Христос кунӗ таса ҫын, улталанман ҫын пулӑсӑрччӗ;</verse>
				<verse number="11">Турра асла, мухтава кӑлармашкӑн Иисус Христос урлӑ сӑваплӑ ӗҫ нумай тумалла пулӑсӑрччӗ тетӗп.</verse>
				<verse number="12">Эй тӑвансем, эпӗ сире ҫакна пӗлтересшӗн: эпӗ хӗн курни Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарӑлма пулӑшать;</verse>
				<verse number="13">эпӗ Христосшӑн тӗрмере ларнине кермен хуралҫисем те, ыттисем те пурте пӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӳлхуҫана ӗненекен тӑванӑмӑрсем те нумайӑшӗ, эпӗ тӗрмере ларнипе хавхаланса, Турӑ Сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр вӗренте пуҫларӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Чӑн, Христос ҫинчен вӗрентессе хӑшӗсем кӗвӗҫсе те тупӑшса вӗрентеҫҫӗ; тепӗрисем вара ырӑ кӑмӑлпа вӗрентеҫҫӗ,</verse>
				<verse number="16">кусем ӗнтӗ Турӑ мана Ырӑ Хыпара хӳтӗлеме тӑратнине пӗлсе, юратса вӗрентеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Тепӗрисем вара манӑн тӗрмери пурӑнӑҫа йывӑрлатас шухӑшпа, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, Христос ҫинчен таса мар кӑмӑлпа вӗрентеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="18">Мӗнех вара? Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн — кӑмӑлтан вӗрентсен те, кӑмӑлтан вӗрентмесен те — эпӗ савӑнса тӑратӑп, малашне те савӑнӑп:</verse>
				<verse number="19">эсир кӗлтунипе, Иисус Христосӑн Сывлӑшӗ пулӑшса тӑнипе ҫакӑ мана хӑтарасса эпӗ пӗлсе тӑратӑп,</verse>
				<verse number="20">эпӗ ҫакна питӗ кӗтетӗп. || Намӑса юлмасса шанса тӑратӑп, эпӗ халӗ те унчченхи пекех хӑюллӑн та уҫҫӑн вӗрентӗп, ман урлӑ — пурӑнӑҫӑмпа-и, вилӗмӗмпе-и — Христос асла тухӗ.</verse>
				<verse number="21">Маншӑн пурӑнӑҫ вӑл — Христос, апла вилӗм те маншӑн — ырӑлӑх.</verse>
				<verse number="22">Манӑн ҫапла ӑнӑҫлӑ ӗҫлемешкӗн тата пурӑнмалла пулсассӑн, мӗн суйласа илмеллине те пӗлместӗп.</verse>
				<verse number="23">Мана пӗри те, тепӗри те туртать: эпӗ пурӑнӑҫран уйӑрӑлса Христоспа пӗрле пуласшӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ — темӗнрен те паха;</verse>
				<verse number="24">анчах эпӗ пурӑнни сирӗншӗн усӑллӑ.</verse>
				<verse number="25">Эпӗ ҫакӑн пирки иккӗленместӗп те, пӗлсех тӑратӑп: эпӗ сирӗнпе пӗрле юлӑп, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑп, сире эпӗ ҫирӗп ӗненмешкӗн, ҫапла ӗненсе савӑнӑҫ тупмашкӑн пулӑшӑп,</verse>
				<verse number="26">эпӗ сирӗн пата тепӗр хут пырсан, мана пула сирӗн Христос Иисуспа тата ытларах мухтанмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="27">Анчах Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр; сире хам пырса курас пулсассӑн та, пыраймасассӑн та, манӑн сирӗн ҫинчен: «вӗсем ҫирӗп тытӑнса тӑраҫҫӗ, пӗр шухӑшпа, пурте пӗрле Евангели тӗнӗшӗн кӗрешеҫҫӗ,</verse>
				<verse number="28">хирӗҫ тӑракансенчен пачах та хӑрамаҫҫӗ» тенине илтмелле пултӑр; эпир ҫапла хӑюллӑ пулни вӗсем пӗтессине, эсир ҫӑлӑнассине пӗлтерет: ҫакӑ вӑл Турӑран килет.</verse>
				<verse number="29">Христосшӑн сире Ӑна ӗненме кӑна мар, Уншӑн асапланма та май панӑ;</verse>
				<verse number="30">эсир ӗнтӗ эпӗ унччен сирӗн патӑрта кӗрешнӗ пек кӗрешетӗр. Хӑвӑрах пӗлетӗр — эпӗ халӗ те ҫапла тӑватӑп.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эсир ӗнтӗ Христос вӗрентнӗ пек пӗр-пӗрне лӑплантаратӑр пулсан, пӗр-пӗрне юратнипе савӑнса пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗринпе чун-чӗререн хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫынна хӗрхенесси, ҫыншӑн хуйхӑрасси пулсан,</verse>
				<verse number="2">манӑн савӑнӑҫӑма тата туллирех тӑвӑсӑрччӗ: сирӗн шухӑшӑрсем пӗр пулччӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр чунлӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр;</verse>
				<verse number="3">нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр.</verse>
				<verse number="4">Кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр.</verse>
				<verse number="5">Сирӗн кӑмӑлӑр Христос Иисус кӑмӑлӗ пек пултӑр.</verse>
				<verse number="6">Вӑл пур тӗлӗшпе те Турӑпа тан пулнӑ, ҫавӑнпа Хӑй Турӑпа тан пулнине вӑрласа тунӑ ӗҫ вырӑнне хуман;</verse>
				<verse number="7">чура пек пулса, этем евӗрлӗ пулса, пӑхма та этем пекех курӑнса, Хӑйне Хӑй кӗҫӗне хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл Хӑйне Хӑй тем таранччен йӑвашлатса хӗрес ҫинчи вилӗмпе вилмелле пуличченех пӑхӑнса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ:</verse>
				<verse number="10">ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те Иисус ятне асӑнса пуҫҫапчӑр,</verse>
				<verse number="11">Атте Турӑ мухтавӗшӗн Иисус Христоса пур чун та Ҫӳлхуҫа тесе калатӑр тенӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир яланах итлекенччӗ — манӑн умра анчах мар, тата ытларах халӗ, эпӗ сирӗнпе мар чухне, — хӑвӑра ҫӑласшӑн хӑраса та чӗтресе тӑрӑшӑр:</verse>
				<verse number="13">Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать.</verse>
				<verse number="14">Пурне те пӗр ӳпкелемесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр,</verse>
				<verse number="15">вара эсир айӑпсӑр, таса пулатӑр, пуҫтах та пӑсӑлнӑ ӑру хушшинче Турӑ ачисем пек айӑпсӑр пулатӑр, пӗтекенсене пурӑнӑҫ сӑмахӗ ҫинчен вӗрентсе, эсир ҫав халӑх хушшинче ӗнтӗ тӗнчене ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек ҫутӑлса тӑратӑр — || эпӗ тӑрӑшни, эпӗ ӗҫлени усӑсӑр пулмарӗ.</verse>
				<verse number="16"></verse>
				<verse number="17">Эсир ӗненни — Турра кӳрекен парне, эхер те манӑн юнӑм ҫав парне ҫине сапӑнмалла пулсассӑн, эпӗ савӑнӑп, сирӗнпе пӗрле хӗпӗртенӗп;</verse>
				<verse number="18">ҫавӑншӑн эсир те савӑнӑр, манпа пӗрле хӗпӗртенӗр.</verse>
				<verse number="19">Эсир епле пурӑннине пӗлсе чунӑма пусармашкӑн эпӗ Иисус Ҫӳлхуҫамӑр пулӑшнипе кӗҫех сирӗн пата Тимофее яма ӗмӗтленетӗп.</verse>
				<verse number="20">Сирӗншӗн ун пекех чунтан-вартан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук:</verse>
				<verse number="21">пурте хӑйсене кирлине шыраҫҫӗ, Иисус Христоса юрӑхлине шырамаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="22">Тимофей шанчӑклине эсир хӑвӑр пӗлетӗр: Ырӑ Хыпар сармашкӑн вӑл мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пек пулӑшса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла ӗнтӗ, хама мӗн пулассине пӗлсенех, эпӗ ӑна сирӗн пата ярӑп тесе ӗмӗтленсе тӑратӑп.</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫамӑр пулӑшнипе хам та сирӗн пата часах ҫитессе шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="25">Халӗ эпӗ сирӗн пата Епафродит тӑванӑма — хампа пӗрле ӗҫлекене, хама пулӑшакана — ярас терӗм, ӑна эсир хӑвӑр ман патӑма мана пулӑшса тӑма янӑччӗ.</verse>
				<verse number="26">Вӑл ҫав тери сире курасшӑнччӗ; хӑй чирли ҫинчен сирӗн пата хыпар ҫитнӗшӗн те питӗ хуйхӑрчӗ.</verse>
				<verse number="27">Чӑнах та, вӑл вилес пекех чирленӗччӗ; Турӑ ӑна хӑтарчӗ, ӑна анчах мар, мана хама та хуйхӑ ҫине хуйхӑ курасран хӑтарчӗ.</verse>
				<verse number="28">Ҫавӑнпа эпӗ ӑна васкасах сирӗн пата ятӑм та, сирӗн ӑна тепре курса савӑнмалла пултӑр, хамӑн хуйхӑм та пусӑрӑнтӑр терӗм.</verse>
				<verse number="29">Эсир ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫашӑн савса, чун-чӗререн хапӑл тӑвӑр, ун пеккисене хисеплесе тӑрӑр:</verse>
				<verse number="30">вӑл Христос ӗҫӗшӗн пурӑнӑҫне те хӗрхенмерӗ: эсир мана пулӑшса ҫитерейменнине тӑвас тесе вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн савӑнӑр. Ҫакна ҫырасси маншӑн йывӑр ӗҫ мар, сирӗншӗн вӑл усӑллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="2">Йытта тухнӑ ҫынсенчен сыхланӑр, усал ӗҫ тӑвакансенчен сыхланӑр, ӳт кастарассинчен те сыхланӑр.</verse>
				<verse number="3">Чӑннипе ӳт кастарнисем — эпир вӑл: эпир Турӑшӑн чунпа тӑрӑшатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр, ӳте шанмастпӑр.</verse>
				<verse number="4">Шанас тесессӗн эпӗ ӳте те шанма пултарӑттӑм. Кам та пулин ӳте шанма шухӑшлать пулсассӑн, манӑн ун пек тумашкӑн йӳтӗмӗ те ытларах:</verse>
				<verse number="5">ӳтӗме саккӑрмӗш кун каснӑ, эпӗ — Израиль йӑхӗ, Вениамин тӑхӑмӗ, еврейрен ҫуралнӑ еврей, саккун тӗлӗшӗнчен — фарисейччӗ,</verse>
				<verse number="6">Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хаяррӑн хӗсӗрлекен ҫынччӗ, саккун хушнине тӑвас тӗлӗшпе вара — айӑпсӑр ҫынччӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫакна, хамӑншӑн калама ҫук паха шутланаканнине, Христоса пула эпӗ сиен кӳрекенни вырӑнне ҫеҫ хутӑм.</verse>
				<verse number="8">Христос Иисуса, хамӑн Ҫӳлхуҫамӑма, пӗлни пуринчен те паха иккенне кура, эпӗ ыттине нимӗн вырӑнне те хумастӑп: || эпӗ Уншӑн нимӗнсӗр юлтӑм, ҫакна пурне те ҫӳпӗ вырӑнне ҫеҫ хуратӑп — манӑн Христоса ҫеҫ тупасчӗ,</verse>
				<verse number="9">манӑн Унпа пӗрлешесчӗ — саккун умӗнчи тӳрӗлӗхӗмпе мар, Христоса ӗненни урлӑ ҫитекен тӳрӗлӗхпе, ӗненнӗшӗн Турӑ паракан тӳрӗлӗхпе пӗрлешесчӗ;</verse>
				<verse number="10">Ӑна, Вӑл чӗрӗлсе тӑнийӗн хӑватне пӗлсе ҫитесчӗ, Унӑн асапне пая кӗрсе, Ун евӗрлӗ вилсе</verse>
				<verse number="11">вилнисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрасчӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла каласа эпӗ тӑвассине туса ҫитертӗм теместӗп, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитрӗм теместӗп; эпӗ пур тӗлӗшпе те ырра тухасчӗ тесе тӑрӑшатӑп: мана Христос Иисус ҫавӑн пек пулма чӗнсе илнӗ те.</verse>
				<verse number="13">Эй тӑванӑмсем, эпӗ хама пур тӗлӗшпе те ырра тухнӑ ҫын вырӑнне хумастӑп, хам ку таранччен ырӑ тунине манса, аванран аван пулма васкатӑп,</verse>
				<verse number="14">ҫитес ҫӗре ҫитесшӗн, Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята илесшӗн тӑрӑшатӑп.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн хушшӑмӑрти чи ырӑ ҫыннӑн та ман пек шухӑшлас пулать; эсир урӑхла шухӑшлатӑр пулсассӑн, Турӑ сире ҫакна та пӗлтерӗ.</verse>
				<verse number="16">Эпир ӗнтӗ мӗнле шая ҫитрӗмӗр, ҫав шайпах шухӑшлар, ҫав йӗркепех пурӑнар.</verse>
				<verse number="17">Эй тӑванӑмсем, эсир ман пек пулма тӑрӑшӑр, пирӗн пек пурӑнакансенчен курса пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="18">Нумайӑшӗ Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек пурӑнать — вӗсем ҫинчен эпӗ сире тӑтӑшах калаттӑмччӗ, халӗ ӗнтӗ куҫҫулӗпе йӗрсе калатӑп:</verse>
				<verse number="19">вӗсем пӗтӗҫ, вӗсенӗн турри — хырӑм, вӗсем намӑс ӗҫпе мухтанаҫҫӗ: вӗсене ҫӗр ҫинчи анчах шухӑшлаттарать.</verse>
				<verse number="20">Эпир — ҫӳлте пурӑнасскерсем, Ҫӑлакан, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр та ҫавӑнтан килессе кӗтсе тӑратпӑр эпир.</verse>
				<verse number="21">Вӑл пурне те ҫӗнтерсе, Хӑйне пӑхӑнтаракан хӑвачӗпе пирӗн хурлӑхлӑ ӳтӗмӗре улӑшӑнтарса, Хӑйӗн мухтавлӑ ӳчӗ евӗрлӗ тӑвӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эй ытарайми юратнӑ тӑванӑмсем, эсир — манӑн савӑнӑҫ, эсир — манӑн пуҫкӑшӑль, Ҫӳлхуҫана ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр.</verse>
				<verse number="2">Еводийӑна тархаслатӑп, Синтихийӑна та тархаслатӑп: Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсем пек, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="3">Эй шанчӑклӑ ӗҫтешӗм, сана та тархаслатӑп, пулӑшчӗ вӗсене, Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне вӗсем манпа пӗрле, Климентпа пӗрле, манпа ӗҫлекенсемпе ыттисемпе пӗрле те тӑрӑшрӗҫ, ӗнтӗ вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ.</verse>
				<verse number="4">Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн яланах савӑнӑр, татах калатӑп: савӑнӑр.</verse>
				<verse number="5">Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлсе тӑтӑр. Ҫӳлхуҫа ҫывӑхрах.</verse>
				<verse number="6">Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр,</verse>
				<verse number="7">вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ чӑнни ҫинчен ҫеҫ, ултавсӑрри, тӗрӗсси, таси ҫинчен ҫеҫ, кӑмӑлли, чапли, ырри, мухтавли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлӑр.</verse>
				<verse number="9">Манран мӗне вӗрентӗр, мӗн йышӑнтӑр, мӗн илтрӗр, мӗн куртӑр — ҫавна туса тӑрӑр, вара канӑҫлӑх паракан Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ, Ҫӳлхуҫапа пӗрлешнӗскер, эсир маншӑн каллех тӑрӑшма пуҫланишӗн питӗ савӑнтӑм; эсир унччен те тӑрӑшаттӑр, анчах майсӑр вӑхӑтсем кансӗрлерӗҫ сире.</verse>
				<verse number="11">Ҫакна эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки каламастӑп: эпӗ хамӑн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗреннӗ;</verse>
				<verse number="12">эпӗ ҫукпа та пурӑнма пӗлетӗп, ытлашши пур чухне те пурӑнма пӗлетӗп; эпӗ пурне те, пур тӗрлине те хӑнӑхса ҫитнӗ, тутӑ пулма та, выҫӑ тӑма та, ытлашши пур чухне пурӑнма та, ҫитменнипе пурӑнма та хӑнӑхнӑ.</verse>
				<verse number="13">Хама тӗрек паракан Иисус Христос пулӑшнипе эпӗ пурне те тума пултаратӑп.</verse>
				<verse number="14">Ҫапах эсир мана йывӑрлӑхра пулӑшса аван турӑр.</verse>
				<verse number="15">Эй Филиппӑ ҫыннисем, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр: эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерме пуҫланӑ чухне, Македони витӗр тухсассӑн, сирӗнсӗр пуҫне мана пӗр ӗненекен ушкӑн та ҫавӑн пек пулӑшмарӗ, вӗсемпе манӑн хушшӑмра парасси-илесси пулмарӗ;</verse>
				<verse number="16">манӑн ҫитменнине кура, эсир Фессалоникие те пӗр-икӗ хут та пулӑшу пара-пара ятӑр.</verse>
				<verse number="17">Ҫакна эпӗ хама пулӑшу партарасшӑн каламастӑп; ҫакӑн пек пулӑшу сире усӑ кӳтӗрччӗ тетӗп.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ пурне те илтӗм, манӑн ӗнтӗ ытлашшипех пур; эсир Епафродитран парса янине илсессӗн манӑн кӑмӑлӑм тулчӗ; ку вӑл — ырӑ шӑршӑллӑ, питех те кӑмӑллӑ, Турра юрӑхлӑ парне.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ манӑн Туррӑм Хӑйӗн тулӑх пуянлӑхне кура Христос Иисус урлӑ сире мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="20">Хамӑрӑн Атте Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр! Аминь.</verse>
				<verse number="21">Иисус Христос урлӑ тасалнисене пурне те салам калӑр. Манпа пӗрле пурӑнакан тӑванӑмӑрсем сире салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Сире пур сӑваплӑ ҫынсем, пуринчен ытла кесарь ҫуртӗнчисем, салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="23">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пурсӑрпа та пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="51">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулнӑ Павел тата Тимофей тӑван —</verse>
				<verse number="2">Колоссӑ хулинче пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуса ӗненекен тӑвансене: Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр. Сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне эпир яланах Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, тав тӑватпӑр:</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, пур сӑваплӑ ҫынна та юратса тӑни ҫинчен илтнӗ эпир —</verse>
				<verse number="5">эсир ӗнтӗ хӑвӑр валли тӳпере хатӗрлесе хунӑ ырӑлӑха ӗмӗтленсе тӑратӑр. Эсир ҫакӑн ҫинчен хӑвӑр патӑра ҫитнӗ чӑнлӑх сӑмахне, Евангелие, илтсе пӗлнӗ.</verse>
				<verse number="6">Евангелие ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче пӗлет, вӑл пур тӗлте те усӑ кӳрет, сарӑлсах пырать. Вӑл сирӗн пата та ҫитнӗ, Турӑ тивлечӗ ҫинчен хӑвӑр илтсе, ӑна чӑнах пӗлнӗ кунранпах вӑл сирӗн хушшӑрта та усӑ кӳрет, сарӑлсах пырать.</verse>
				<verse number="7">Ҫав ырӑлӑх ҫинчен сире Епафрас, хамӑрпа пӗрле ӗҫлекен савнӑ ҫын, пӗлтернӗ; вӑл сирӗншӗн Христоса шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрать;</verse>
				<verse number="8">Таса Сывлӑш пулӑшнипе эсир юратса тӑни ҫинчен пире вӑл пӗлтерчӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа эпир те ҫавна илтнӗ кунранпа сирӗншӗн пӗр чарӑнмасӑр тархасласа кӗлтӑватпӑр. Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр,</verse>
				<verse number="10">пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр;</verse>
				<verse number="11">мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, сирӗн пурне те савӑнса чӑтса ирттермелле пултӑрччӗ тетпӗр.</verse>
				<verse number="12">Тавтапуҫ Атте Турра: Вӑл пире Ҫутӑ Патшалӑхӗнче сӑваплӑ ҫынсен пайне кӗмелле тунӑ,</verse>
				<verse number="13">пире шуйттан ирӗкӗнчен хӑтарса, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗн — пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ Ывӑлӗн — Патшалӑхне кӗртнӗ.</verse>
				<verse number="14"></verse>
				<verse number="15">Вӑл — курӑнми Туррӑн сӑнӗ, Вӑл мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ;</verse>
				<verse number="16">пурне те Вӑл пултарнӑ: тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине, курӑнаканнине те, курӑнманнине те — аслӑ вырӑнтисене те, аслисене те, пуҫлӑхсене те, хӑватлисене те — пурне те Вӑл пултарнӑ, пурне те Ун валли, Ун урлӑ пултарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл пуринчен малтанах пур, пурте Ӑна пула тытӑнса тӑрать.</verse>
				<verse number="18">Вӑл — пур ӗненекенсенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ; Вӑл — пуҫламӑшӗ; Вӑл пур тӗлӗшпе те малта пулмашкӑн вилнисенчен пуринчен те малтан чӗрӗлсе тӑнӑ:</verse>
				<verse number="19">Ашшӗ Унра пур ырӑлӑха та тулли тӑвасшӑн пулнӑ,</verse>
				<verse number="20">Унӑн хӗресӗ ҫинчи Юнӗпе, Ун урлӑ ҫырлахтарса, ҫӗр ҫинчисене те, ҫӳлтисене те — пурне те — Хӑйпе килӗштересшӗн пулнӑ.</verse>
				<verse number="21">Кӑмӑлӑр усал ӗҫсем енне туртнӑ пирки эсир ӗлӗк Турӑран ютшӑнса Унӑн тӑшманӗ пулса пурӑнаттӑрччӗ;</verse>
				<verse number="22">Хӑй умне кӑлтӑксӑр, айӑпсӑр, таса халлӗн тӑратас тесе, Турӑ халӗ сире те этем пулнӑ Ывӑлӗн Ӳчӗпе, Унӑн вилӗмӗпе Хӑйпе килӗштернӗ.</verse>
				<verse number="23">Анчах сирӗн пӗр иккӗленмесӗр ҫирӗп ӗненсе тӑрас пулать, хӑвӑр илтнӗ Ырӑ Хыпар панӑ шанчӑка пӑрахас пулмасть; ҫавӑ Ырӑ Хыпара ӗнтӗ тӗнчере мӗн пуррине пурне те пӗлтернӗ; эпӗ, Павел, ҫав Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлекен пултӑм.</verse>
				<verse number="24">Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап тӳснишӗн савӑнатӑп, ӳтӗмпе асапланса Христос асапӗнче мӗн ҫитменнине ҫитеретӗп: эпӗ Унӑн Ӳчӗшӗн — ӗненекен ушкӑншӑн (Чиркӳшӗн) — асапланатӑп.</verse>
				<verse number="25">Турӑ ирӗкӗпе эпӗ Христоса ӗненекенсемшӗн ӗҫлекен пултӑм: Вӑл мана Турӑ сӑмахне — этем тӑхӑмӗсенчен ӗмӗр пытарса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха — сире туллин пӗлтерме хушрӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисене пӗлтернӗ:</verse>
				<verse number="26"></verse>
				<verse number="27">вӗсене Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑхра суя тӗнлисем валли мӗн тӗрлӗ пысӑк ырӑлӑх пуррине кӑтартма кӑмӑл тунӑ. Ҫав ырӑлӑх — хӑвӑр ӑшӑрта тӑракан, мухтавлӑ пулма шанчӑк паракан Христос.</verse>
				<verse number="28">Эпир Ун ҫинчен пӗлтеретпӗр те, кирек кама та ӑс парса, ӑслӑлӑхӑмӑр ҫитнӗ таран вӗрентсе, вӗсене Христос Иисуспа пӗрлештерсе, Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратма тӑрӑшатпӑр.</verse>
				<verse number="29">Эпӗ ҫавӑншӑн ӗҫлетӗп те, хама пулӑшса тӑракан Христос хӑвачӗпе ҫавӑншӑн тӑрӑшатӑп та.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эпӗ сире хам сирӗншӗн те, Лаодики хулипе Иераполь хулинче пурӑнакансемшӗн те, манӑн сӑнӑма курманнисемшӗн те епле кӗрешнине пӗлтересшӗн.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ сирӗн пӗр-пӗрне савса пӗрлешнӗ чӗрӗрсене лӑплантарасшӑн, сирӗн пурне те витӗр ӑнланса ҫитсе, Турӑ вӑрттӑнлӑхне — Христоса — пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп.</verse>
				<verse number="3">Пӗр Унра ҫеҫ ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн пӗтӗм мулне тупма пулать.</verse>
				<verse number="4">Ҫакна эпӗ кам та пулин сире чее сӑмахпа улталасран калатӑп;</verse>
				<verse number="5">эпӗ хам сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пӗрлех, эсир килӗштерсе пурӑннине, Христоса ҫирӗп ӗненсе тӑнине курса савӑнса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра йышӑнтӑр пулсассӑн, малашне те Унпа пӗрлӗхлӗ пурӑнӑр:</verse>
				<verse number="7">Христоспа тӗреклӗ тӑрӑр, Унпа хӑватлӑланса пырӑр; хӑвӑра вӗрентнӗ пек ҫирӗп ӗненӗр, ӗненнӗҫемӗн ӗненсе Турра тав туса пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="8">Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар.</verse>
				<verse number="9">Ӳтленнӗ Турӑ пӗтӗмпех Христосра вырӑнаҫса тӑрать.</verse>
				<verse number="10">Эсир те Ун урлӑ пур ырӑлӑха та тулли илнӗ, Вӑл пур пуҫлӑха та, пур хӑвата та Пуҫ.</verse>
				<verse number="11">Сирӗн ӳтӗре Ун урлӑ каснӑ, ҫылӑхлӑ ӳтӗре хывтарса пӑрахнӑ; сирӗн ӳтӗре алӑпа касман, Христос каснӑ.</verse>
				<verse number="12">Эсир тӗне кӗнӗ чухне Христоспа пӗрле пытарӑннӑ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненсе Унпа пӗрле чӗрӗлнӗ.</verse>
				<verse number="13">Сире те — ҫылӑхпа вилнӗскерсене, ӳтӗре кастарманскерсене — пирӗн пӗтӗм ҫылӑхӑмӑра каҫарса, Турӑ Христоспа пӗрле чӗртнӗ;</verse>
				<verse number="14">пире айӑплакан, пире хирӗҫ ҫырнӑ ҫырӑва Вӑл пирӗн хушшӑмӑртан илсе хӗрес ҫумне пӑталанӑ, пӑрахӑҫланӑ;</verse>
				<verse number="15">пуҫлӑхсенӗн, хӑватсенӗн вӑйне пӗтернӗ, Хӑй хӑвачӗпе ҫапла пурин умӗнче те ҫӗнтерсе вӗсене намӑса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗн ҫинишӗн, мӗн ӗҫнишӗн, е пӗр-пӗр уяв тӗлӗшпе, е ҫӗнӗ уйӑх тӗлӗшпе, е шӑматкун тӗлӗшпе сире никам та ан айӑплатӑр:</verse>
				<verse number="17">ку вӑл малашнехийӗн ӗмӗлки ҫеҫ пулнӑ, ӳчӗ вара — Христос.</verse>
				<verse number="18">Сире никам та йӑваш шухӑшлӑ пек пулнипе, ангелсене хисеплесе пурӑннипе илӗртсе ан улталайтӑр — ун пек ҫынсем курманнине курнӑ пулаҫҫӗ, хӑйсенӗн пӑсӑлнӑ ӑсӗпе мӑнкӑмӑллӑланаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="19">ун пек ҫынсем Пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ тӑл-пӳ, Турра юрӑхлӑ ӳсмешкӗн, Пуҫран вӑй илсе тӑмалла-ҫке.</verse>
				<verse number="20">Ҫапла вара, эсир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсассӑн, ҫак тӗнчене тытса тӑракан вӑйсенчен хӑтӑлнӑ пулсассӑн, мӗнле-ха, ҫак тӗнчере пурӑнакансем пек, унӑн йӗркисене пӑхӑнатӑр?</verse>
				<verse number="21">«Ан сӗртӗн, ан ҫи, ан тӗкӗн!» —</verse>
				<verse number="22">ҫисен ҫӗрекен япаласем ҫинчен анчах каланӑ ҫавна; ҫынсем хушса, вӗрентсе каланӑ сӑмах анчах вӑл.</verse>
				<verse number="23">Хӑйсен йӗркипе кӗлӗ туни, хӑйсене йӑвашлатни, ӳтне хавшатлатни ӑслӑ пек курӑнать пулӗ те, анчах та ҫакӑ ӳтпе кӗрешме пулӑшмасть.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эсир Христоспа пӗрле чӗрӗлсе тӑнӑ пулсассӑн ҫӳлтине шырӑр, Христос унта Туррӑн сылтӑм енче ларать.</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр, ҫӗр ҫинчи ҫинчен ан шухӑшлӑр:</verse>
				<verse number="3">эсир вилнӗ ӗнтӗ, сирӗн пурӑнӑҫӑр Христоспа пӗрле Турӑра пытарӑнса тӑрать.</verse>
				<verse number="4">Хӑвӑра чӗрӗлӗх паракан Христос килсессӗн, Унпа пӗрле эсир те мухтавлӑ пулса тӑратӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине пӗтерӗр, мула хапсӑнни вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех;</verse>
				<verse number="6">итлемен ҫынсене ҫав ӗҫсемшӗн Турӑ ҫилли ҫитет.</verse>
				<verse number="7">Вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне эсир те ҫав ӗҫсенех туса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Халӗ ӗнтӗ эсир пурне те — ҫилле, хаярлӑха, усаллӑха, ҫынна хӑртасса, ирсӗр сӑмах калаҫасса — пӑрахӑр;</verse>
				<verse number="9">пӗр-пӗрин ҫинчен ан суеҫтерӗр, эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса,</verse>
				<verse number="10">ҫӗнӗ этем пулнӑ, Турра пӗлсе ҫитмешкӗн, хӑйне Пултараканӗ евӗрлӗ пулмашкӑн вӑл ҫӗнелсе пырать.</verse>
				<verse number="11">Кунта ӗнтӗ эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗр Христос анчах, Христос Вӑл — пуринче те.</verse>
				<verse number="12">Апла эсир — Туррӑн суйласа илнӗ, сӑваплӑ, савнӑ ҫыннисем — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр.</verse>
				<verse number="13">Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр.</verse>
				<verse number="14">Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ.</verse>
				<verse number="15">Сирӗн ӑшӑрта Турӑ канӑҫлӑхӗ пултӑр, сире пӗр ӳт пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗннӗ; тав туса пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="16">Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑра тулӑххӑн, пӗтӗм ӑслӑлӑхӗпе вырӑнаҫтӑр; Ҫӳлхуҫана аслӑласа ырӑ кӑмӑлпа чунтан-вартан псаломсем, мухтав юррисем, чиркӳ юррисем юрласа вӗрентсе, пӗрне-пӗри ӑса кӳртӗр.</verse>
				<verse number="17">Эсир кирек мӗн тусассӑн та — сӑмахпа-и, ӗҫпе-и — пурне те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр. Ун урлӑ Атте Турра мухтавлӑр.</verse>
				<verse number="18">Эй арӑмсем, упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="19">Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр.</verse>
				<verse number="20">Эй ачасем, аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшпе те итлесе пурӑнӑр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="21">Эй ашшӗсем, ачӑрсемпе хаяр ан пулӑр — вӗсем хуҫӑлсах ан ӳкчӗр.</verse>
				<verse number="22">Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине пур тӗлӗшпе те пӑхӑнса тӑрӑр; ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Турӑран хӑраса, уҫӑ кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑрӑр.</verse>
				<verse number="23">Кирек мӗн тусассӑн та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр,</verse>
				<verse number="24">пӗлсех тӑрӑр: эсир Христос Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑратӑр: Вӑл сире уншӑн ырӑлӑх парӗ.</verse>
				<verse number="25">Тӗрӗс туманни хӑй тӗрӗс маррине кура илӗ. Турӑ ҫын камне пӑхмасть.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эй хуҫасем, чурӑрсемшӗн мӗн кирлине, мӗн тивӗҫлине туса тӑрӑр, астӑвӑр: сирӗншӗн те ҫӳлте Турӑ пур.</verse>
				<verse number="2">Ялан кӗлтӑвӑр, кӗлӗре чухне сыхӑ пулӑр, тав тӑвӑр;</verse>
				<verse number="3">пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр — Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен ирӗккӗн каласа пӗлтерме патӑрччӗ; ҫав вӑрттӑнлӑх пирки эпӗ тӗрмере ларатӑп та:</verse>
				<verse number="4">ҫавна манӑн кирлӗ пек уҫҫӑн пӗлтермелле пултӑрччӗ.</verse>
				<verse number="5">Ӗненменнисемпе хӑвӑра хӑвӑр ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр, вӗсемпе вӑхӑтне пӗлсе калаҫӑр.</verse>
				<verse number="6">Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр, витӗмлӗ пултӑр, вара эсир кирек кама та вырӑнлӑ хуравлатӑр.</verse>
				<verse number="7">Ман ҫинчен сире пӗтӗмпе хампа пӗрле Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлекен савнӑ Тихик тӑванӑм каласа кӑтартӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ ӑна сирӗн пата хӑвӑр мӗнле халпа тӑнине пӗлсе сирӗн чунӑра пусартӑр тесе ятӑм;</verse>
				<verse number="9">унпа пӗрле хӑвӑр патӑртан килнӗ шанчӑклӑ та савнӑ Онисим тӑванӑмӑра та ятӑм: вӗсем кунти ӗҫ-пуҫ ҫинчен сире пӗтӗмпех каласа кӑтартӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Манпа пӗрле тӗрмене хупнӑ Аристарх сире салам ярать, тата Варнава тӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (ун ҫинчен эпӗ сире каланӑччӗ; вӑл сирӗн пата пырсассӑн, ӑна хапӑл тӑвӑр);</verse>
				<verse number="11">Иуст теекен Иисус та салам ярать; ӳт кастарнисенчен вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ пулчӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Хӑвӑррисенчен сире Иисус Христос чури Епафрас салам ярать; сирӗн пур ӗҫре те Турра юраса, ҫирӗп ӗненсе тӑмалла пултӑр тесе, вӑл сирӗншӗн ялан кӗлтӑвать.</verse>
				<verse number="13">Ун ҫинчен сире ҫакна калам: вӑл сирӗншӗн те, Лаодики хулипе Иераполь хулинче пурӑнакансемшӗн те ывӑна пӗлмесӗр ӗҫлет.</verse>
				<verse number="14">Савнӑ Лука эмелҫӗмӗр тата Димас сире салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Лаодикири тӑванӑмӑрсене тата Нимфана, унӑн килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑна та салам калӑр.</verse>
				<verse number="16">Ҫак ҫырӑва хӑвӑр патӑрта вуласа тухсассӑн, ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнра та вуласа паччӑр; Лаодикирен килес ҫырӑва эсир те вуласа тухӑр.</verse>
				<verse number="17">Архипа калӑр: «асту, эсӗ Ҫӳлхуҫа хушнӑ ӗҫе туса ҫитер» тейӗр.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асӑрта тытса тӑрӑр. Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="52">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Павел, Силуан тата Тимофей — Атте Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Фессалоникӑри ӗненекен ушкӑнне: Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="2">Сирӗн Атте Туррӑмӑр умӗнче ӗненсе тунӑ ӗҫӗре, юратса тунӑ ӗҫӗре, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра епле ҫирӗп шанса тӑнине яланах асра тытса, хамӑр кӗллӗмӗрсенче эпир сире аса илсе яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр.</verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">Эй тӑванӑмӑрсем, Турӑ сире юратнине, Вӑл сире суйласа илнине эпир пӗлетпӗр,</verse>
				<verse number="5">мӗншӗн тесессӗн эпир сирӗн патӑрта Ырӑ Хыпар ҫинчен сӑмахпа кӑна мар, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе, чӑнлӑха ҫирӗп ӗненсе вӗрентрӗмӗр — эпир хӑвӑр хушшӑрта сирӗншӗн епле ӗҫленине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="6">Эсир пирӗнтен тата Ҫӳлхуҫамӑртан тӗслӗх илтӗр: хӑвӑра мӗнле хӗсӗрленине пӑхмасӑр Таса Сывлӑш панӑ Ырӑ Хыпара йышӑнтӑр;</verse>
				<verse number="7">ҫапла эсир Македонипе Ахаири пур ӗненекеншӗн те тӗслӗх пулса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа Сӑмахӗ сирӗн патӑртан Македонипе Ахаине ҫити ҫеҫ сарӑлмарӗ, эсир Турра ӗненни ҫинчен пур ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ — пирӗн ӗнтӗ нимӗн каламалли те ҫук.</verse>
				<verse number="9">Эсир пире епле хапӑл тунине, эсир йӗрӗхсене пӑрахса Турӑ енне епле ҫаврӑннине ҫынсем хӑйсемех каласа кӑтартаҫҫӗ, эсир ӗнтӗ чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе пурӑнатӑр,</verse>
				<verse number="10">ҫӳлтен Унӑн Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлӗ, пире пулас ҫилӗрен хӑтаракан Иисус, килессе кӗтсе тӑратӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эй тӑвансем, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр: эпир сирӗн пата пыни усӑсӑр пулмарӗ.</verse>
				<verse number="2">Хӑвӑр та пӗлетӗр: пире Филиппӑра асаплантарса, хур туса пӗтернӗччӗ; пире хирӗҫ питӗ вӑйлӑн тӑчӗҫ пулин те, эпир Туррӑмӑра шанса тӑнипе хӑюллӑ пулса сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтертӗмӗр.</verse>
				<verse number="3">Эпир аташса е усал шухӑшпа, е улталаса вӗрентместпӗр;</verse>
				<verse number="4">Турӑ пире сӑнаса пӑхрӗ те Хӑйӗн Ырӑ Хыпарне шанса пачӗ, эпир ӑна этеме юрасшӑн каламастпӑр, хамӑр чӗремӗре пӗлсе тӑракан Турра юрасшӑн калатпӑр.</verse>
				<verse number="5">Хӑвӑр та пӗлетӗр: сирӗн умӑрта эпир нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, хамӑр усӑ курасшӑн тӑрӑшман — ӑна Турӑ пӗлет!</verse>
				<verse number="6">Пире ҫын мухтани кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те кирлӗ мар.</verse>
				<verse number="7">Христос апостолӗсем пулнӑ май эпир сирӗнтен чыс-хисеп те кӗтме пултарнӑ, анчах эпир сирӗн хушшӑрта йӑваш пултӑмӑр, ӗмӗртекен амӑшӗ ачисене юратса пӑхнӑ пек, эпир те сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшрӑмӑр.</verse>
				<verse number="8">Сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшса, сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне ҫеҫ пӗлтерме мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр — эсир пирӗншӗн ҫапла хаклӑ пулса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="9">Эй тӑванӑмӑрсем, эпир халран кайиччен ӗҫленине хӑвӑр та астӑватӑр: сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе пурӑннӑ чухне, сире кама та пулин йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр.</verse>
				<verse number="10">Эпир сирӗн умӑрта, ӗненекенскерсем умӗнче, таса тӑтӑмӑр, тӳрӗлӗхпе пурӑнтӑмӑр, пире никам та хурлас ҫук, ӑна хӑвӑр та курнӑ, Турӑ та пӗлет.</verse>
				<verse number="11">Хӑвӑр пӗлетӗр: эпир сире, пурсӑра та хамӑр ачамӑрсем пек курса,</verse>
				<verse number="12">хӑвӑра Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавлӑхне курма чӗнсе илнӗ Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархаслаттӑмӑр, ӳкӗтлеттӗмӗр, йӑлӑнаттӑмӑр.</verse>
				<verse number="13">Пирӗнтен илтнӗ Турӑ Сӑмахне эсир этем сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑнмарӑр, ӑна чӑнах Турӑ Сӑмахӗ тесе хапӑл турӑр; халӗ ҫавӑ сире, ӗненекенсене, вӑй парса тӑрать — эпир ҫавӑншӑн Турра пӗр вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр.</verse>
				<verse number="14">Эй тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗ пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен — Иисус Ҫӳлхуҫана та, Унӑн пророкӗсене те вӗлернӗ, халӗ ӗнтӗ пире хӗсӗрлекен иудейсенчен — асап тӳснӗ евӗр, эсир те хӑвӑр йӑхташӑрсенчен асап тӳсетӗр; иудейсен ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ мар, вӗсем пурне те хирӗҫ пыраҫҫӗ,</verse>
				<verse number="15"></verse>
				<verse number="16">вӗсем пире суя тӗнлӗ халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме чараҫҫӗ, ҫапла пӗрмаях ҫылӑхсен виҫине тултарса пыраҫҫӗ; вӗсем ҫине Турӑ ҫилли ҫитсе пырать ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="17">Эй тӑвансем, эпир сирӗнпе пӗр вӑхӑта ҫеҫ уйрӑлтӑмӑр, сире курмасан та чунӑмӑр сирӗнпе пӗрлех, ҫапах та сире куҫа-куҫӑн курасшӑн темӗн тӗрлӗ тӑрӑшатпӑр.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑнпа эпир сирӗн пата тем пекех пырасшӑнччӗ (эпӗ, Павел, пӗр-икӗ хутчен те тӑрӑшса пӑхрӑм), анчах пире шуйттан чарса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="19">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килсессӗн, Унӑн умӗнчи пирӗн шанчӑкӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр, пирӗн мухтавӑмӑр эсир мар-и-ха?</verse>
				<verse number="20">Эсир — пирӗн мухтавӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа эпир, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, Афинӑна хамӑр ҫеҫ юлас терӗмӗр,</verse>
				<verse number="2">Турӑшӑн тӑрӑшакан, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сарнӑ ҫӗрте пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен Тимофей тӑванӑмӑра сирӗн патӑра ятӑмӑр: эпир сире тӗреклӗлентерес, ҫирӗп ӗненме хавхалантарас терӗмӗр,</verse>
				<verse number="3">ҫак асапсене пула никам та хавшаса ан ӳктӗр терӗмӗр — хӑвӑр та пӗлетӗр: пире асапланма пӳрнӗ.</verse>
				<verse number="4">Пирӗн асапланмалла пулать тесе эпир сирӗн патӑрта чухнех калаттӑмӑр, пуласса та ҫапла пулчӗ, ӑна хӑвӑр та куратӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа эпӗ те, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, эсир епле ӗненсе тӑнине пӗлме ятӑм: илӗртекен сире мӗнле те пулин ан улталатӑр, пирӗн ӗҫ сая ан кайтӑр терӗм.</verse>
				<verse number="6">Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен —</verse>
				<verse number="7">ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр;</verse>
				<verse number="8">эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ.</verse>
				<verse number="9">Сирӗн ҫинчен ырӑ сӑмах илтсе Турӑ умӗнче ҫапла савӑнмалла пулнӑшӑн Турра сирӗншӗн тата ҫак савӑнӑҫшӑн мӗнле тав тумалла-ши пирӗн?</verse>
				<verse number="10">Сире куҫа-куҫӑн курса, эсир ӗненнинче мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн чунтан-вартан кӗлтӑватпӑр.</verse>
				<verse number="11">Атте Туррӑмӑр Хӑй тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн ҫула сирӗн паталла ҫавӑртӑрччӗ.</verse>
				<verse number="12">Эпир сире юратнӑ пек, Ҫӳлхуҫа сире пӗр-пӗрне те, ытти пур ҫынна та юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ,</verse>
				<verse number="13">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн мӗнпур святойӗпе килнӗ тӗле сирӗн чӗрӗрсене Атте Турӑ умӗнче пӗр айӑпсӑр, таса пулмашкӑн тӗреклӗ тутӑрччӗ. Аминь.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эй тӑвансем, сире тата ҫакна калам: эпир сире Турра епле юраса пурӑнма вӗрентнӗ, эсир ҫапла пурӑнатӑр; сире Христос Иисус ячӗпе тархасласа йӑлӑнатпӑр: ӳлӗмрен те ҫапла пурӑнӑр, лайӑхран лайӑх пурӑнма тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="2">Эпир Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сире мӗнле пурӑнма хушнине хӑвӑр та пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="3">Турӑ сире таса пулма хушать: хӑвӑра хӑвӑр аскӑнлӑхран чарса тӑрӑр;</verse>
				<verse number="4">хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр,</verse>
				<verse number="5">Турра пӗлмен суя тӗнлӗ ҫынсем пек, ӳт еккипе ан кайӑр;</verse>
				<verse number="6">хӑвӑр тӑванӑра нихӑҫан та усал ан тӑвӑр, ӑна ан улталӑр: ҫавӑншӑн пуриншӗн те Турӑ тавӑрать — ун ҫинчен эпир сире унччен те хытарсах каланӑччӗ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ пире ирсӗр пурӑнма мар, таса пурӑнма чӗнсе илнӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак сӑмаха хисепе хуман ҫын этеме мар, пире Хӑйӗн Таса Сывлӑшне панӑ Турра хисепе хумасть.</verse>
				<verse number="9">Тӑвана юратасси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар: пӗр-пӗрне юратса тӑма сире Турӑ Хӑй вӗрентнӗ,</verse>
				<verse number="10">эсир пӗтӗм Македонири тӑванӑрсемпе пуринпе те ҫапла пурӑнатӑр. Эй тӑвансем, сире йӑлӑнатпӑр: пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма тӑрӑшӑр;</verse>
				<verse number="11">эпир хӑвӑра хушнӑ пек лӑпкӑ пурӑнма, хӑвӑр ӗҫӗре туса тӑма, хӑвӑр аллӑрпа ӗҫлесе пурӑнма тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="12">Вара сире суя тӗнлисем те хисеплӗҫ, сирӗн нимӗн ҫитменни те пулмӗ.</verse>
				<verse number="13">Эй тӑвансем, шанӑҫ ҫук ҫынсем пек сирӗн хуйхӑрмалла ан пултӑр тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.</verse>
				<verse number="14">Эпир Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсассӑн, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле илсе килӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр,</verse>
				<verse number="16">Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ;</verse>
				<verse number="17">унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр.</verse>
				<verse number="18">Ҫапла ӗнтӗ пӗр-пӗрне ҫак сӑмахсемпе лӑплантарӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эй тӑвансем, вӑхӑчӗ ҫинчен, хӑҫан пуласси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар:</verse>
				<verse number="2">Ҫӳлхуҫа килес кун ҫӗрлехи вӑрӑ пек ҫитессине эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлсе тӑратӑр.</verse>
				<verse number="3">«Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе тӑнӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗтесси сасартӑк — ҫийӗнче пур арӑмӑн ача ҫуратас умӗн пилӗкӗ сасартӑк касса кайнӑ пек — персе ҫитӗ; вӗсем ӗнтӗ хӑтӑлаймӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Эй тӑвансем, эсир сӗмлӗхре мар, сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсир пурсӑр та — ҫутӑ ывӑлӗсем, кун ывӑлӗсем; эпир — каҫ ывӑлӗсем мар, сӗмлӗх ывӑлӗсем мар.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пек ҫывӑрар мар, сыхӑ, урӑ пуҫлӑ тӑрар:</verse>
				<verse number="7">ҫывӑракансем ҫӗрле ҫывӑраҫҫӗ, ӳсӗрӗлекенӗсем те ҫӗрле ӳсӗрӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпир ӗнтӗ, кун ывӑлӗсем, ӗненӳпе юратӑвӑн ҫапса витерейми тумтирне тӑхӑнса, ҫӑлӑнас ӗмӗтӗн нимӗн витейми калпакне тӑхӑнса урӑ пуҫпа тӑрар —</verse>
				<verse number="9">Турӑ пире ҫилӗ курмалла туман, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — эпир чӗррисем те, вилнисем те Хӑйӗнпе пӗрле пулччӑр тесе, пирӗншӗн вилнӗ Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — ҫӑлӑнӑҫ илмелле тунӑ.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа эсир пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр, пӗр-пӗрне ӑс парӑр, эсир ӗнтӗ халӗ те ҫапла тӑватӑр-ха.</verse>
				<verse number="12">Эй тӑвансем, эпир тата ҫакна тума ыйтатпӑр: хӑвӑрӑн ӗненекен ушкӑнӑршӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче яваплӑ ҫынсене, хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене, хӑвӑра ӑс паракансене хисеплӗр,</verse>
				<verse number="13">вӗсене эсир пуринчен ытла ӗҫӗсемшӗн юратса хисеплӗр; пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="14">Эй тӑвансем, сире тата тархаслатпӑр: йӗркерен тухакансене ӑса кӗртӗр, хуйха ӳкнисене лӑплантарӑр, вӑйсӑррисене пулӑшӑр, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр.</verse>
				<verse number="15">Астӑвӑр, кам та пулин усалшӑн усалпа ан тавӑртӑр; пӗрне-пӗри те, пур ҫынна та ялан ырӑ тума хатӗр пулӑр.</verse>
				<verse number="16">Ялан савӑнӑр.</verse>
				<verse number="17">Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр.</verse>
				<verse number="18">Пуриншӗн те тав тӑвӑр: Христос Иисус урлӑ Турӑ сире ҫапла тума хушать.</verse>
				<verse number="19">Сывлӑшӑр хӑватне ан сӳнтерӗр.</verse>
				<verse number="20">Пророк хастарне ан хурлӑр.</verse>
				<verse number="21">Пурне те сӑнаса пӑхӑр, ыррине тытса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="22">Хӑвӑра хӑвӑр пур усалтан та чарса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="23">Канӑҫлӑх паракан Турӑ Хӑй сире пӗтӗмпех тасаттӑр; Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килнӗ тӗле сирӗн сывлӑшӑр та, чунӑр та, ӳтӗр те пӗтӗмпе тӗрӗс-тӗкел, пӗр айӑпсӑр упранса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="24">Сире Чӗнсе Илекенӗ шанчӑклӑ, Вӑл ҫавна тӑвӗ.</verse>
				<verse number="25">Эй тӑвансем, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр!</verse>
				<verse number="26">Пур тӑванӑмӑра та ырӑ кӑмӑлпа чуптуса салам калӑр.</verse>
				<verse number="27">Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе эпӗ сире ҫак ҫырӑва мӗнпур сӑваплӑ тӑванӑмӑра вуласа пама хушатӑп.</verse>
				<verse number="28">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="53">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Павел, Силуан тата Тимофей — Атте Туррӑмӑрӑн тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Фессалоникӑри ӗненекен ушкӑнне:</verse>
				<verse number="2">Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр!</verse>
				<verse number="3">Эй тӑвансем, пирӗн ӗнтӗ сирӗншӗн ялан Турра тав тумалла: эсир хытӑран хытӑ ӗненсе пыратӑр, пурсӑр та пӗр-пӗрне юратнӑҫемӗн юрататӑр;</verse>
				<verse number="4">ҫавӑнпа эпир Турра ӗненекенсем умӗнче сирӗнпе — эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, хӑвӑра хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ хӗн-хур тӳснӗ чухне эсир епле ӗненсе тӑнипе — мухтанатпӑр.</verse>
				<verse number="5">Эсир асап тӳсни Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулассине пӗлтерет; эсир Турӑ Патшалӑхне кӗме тивӗҫлӗ пулӑр, эсир ҫавӑншӑн асапланатӑр та.</verse>
				<verse number="6">Турӑ тӗрӗс сут туса сире хур тӑвакансене хурлӑхпа тавӑрӗ,</verse>
				<verse number="7">Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килсессӗн сире, халӗ хурлӑх куракансене, пирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх парӗ;</verse>
				<verse number="8">Турра йышӑнманнисене, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене Вӑл тавӑрмаллипех тавӑрӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсене ӗмӗрлӗхе пӗтмелле тӑвӗ: ҫавсене Хӑй килнӗ кун — Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ хушшинче мухтава тухнӑ кун, Хӑйне ӗненекенсем умӗнче асла тухнӑ кун — Ҫӳлхуҫа умӗнчен, Ун аслӑлӑхӗн мухтавӗ умӗнчен хӑваласа ярӗҫ. Вӑл Хӑйне ӗненекенсене савӑнтармаллипех савӑнтарӗ, тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерӗ. Унта эсир те пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир ӗнтӗ эпир каланине ӗнентӗр.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа эпир хамӑр Туррӑмӑра ялан сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр та: Вӑл сире Хӑй патне чӗнсе илме тивӗҫлӗ тутӑр, эсир тума шутласа хунӑ ырӑ ӗҫсене тата ӗненнипе тӑвакан ӗҫӗрсене Хӑйӗн хӑвачӗпе туса ҫитертӗр,</verse>
				<verse number="12">Туррӑмӑр тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗпе Иисус Христос ячӗ сирӗн урлӑ мухтава тухтӑр, Ун урлӑ хӑвӑрӑн та мухтава тухмалла пултӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эй тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килесси ҫинчен, пурсӑмӑр та Ун патне пухӑнасси ҫинчен сире ҫапла калатпӑр:</verse>
				<verse number="2">Христос кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ тенине илтсессӗн, — пророкла калаҫакансенчен илтетӗр-и е кам та пулин ҫапла вӗрентет-и, е эпир ҫапла ҫырса янӑ теҫҫӗ-и, — эсир ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр, хӑраса ан ӳкӗр.</verse>
				<verse number="3">Сире никам та ниепле те илӗртсе ан улталайтӑр. Ҫав кун ҫитиччен малтан Турӑран хӑпӗҫ, унтан ҫылӑх ҫынни, пӗтес ывӑл, килӗ;</verse>
				<verse number="4">ҫавӑ вара Турра хирӗҫ тӑрӗ, «турӑ» тенисенчен те, мӗн таса-сӑваплӑ тесе хисепленинчен те хӑйне хӑй асла хурӗ; хӑйне Турӑ тесе, Турӑ Ҫуртӗнче Турӑ пек ларӗ.</verse>
				<verse number="5">Астумастӑр-и-мӗн? эпӗ ун ҫинчен сире хӑвӑр патӑрта чухнех каланӑччӗ.</verse>
				<verse number="6">Хӑй вӑхӑтӗнче килме ҫав ҫынна мӗн чарса тӑнине халӗ эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="7">Йӗркесӗр ӗҫе вӑрттӑн тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Ҫак ӗҫе халлӗхе чарса тӑраканни кайсассӑнах</verse>
				<verse number="8">ҫав йӗркесӗр ҫын уҫҫӑн курӑнӗ. Хӑй килнӗ кун Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ӑна пӗрре вӗрнипех пӗтерсе пӑрахӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ ҫутипе тӗп тӑвӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫав йӗркесӗр ҫын шуйттан ирӗкӗпе килӗ те тӗрлӗ паллӑсем, суя кӗтретсем кӑтартӗ;</verse>
				<verse number="10">пӗтессисене тӗрлӗ майпа илӗртсе улталӗ — лешӗсем ӗнтӗ хӑйсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑха юратманран пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене улталанмалла тӑвать, вара вӗсем суяна ӗненеҫҫӗ;</verse>
				<verse number="12">суяна юратса чӑннине ӗненменнисем вара пурте айӑпа юлӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Эй Ҫӳлхуҫа юратакан тӑвансем, чӑннине ӗненнӗшӗн Турӑ сире, Таса Сывлӑшпа тасатса, малтанах ҫӑлӑнма суйласа илнӗ, ҫавӑнпа пирӗн яланах сирӗншӗн Турра тав тумалла.</verse>
				<verse number="14">Ҫав ҫӑлӑнӑҫа тупма, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн мухтавне курма Турӑ сире эпир хӑвӑра пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар урлӑ чӗнсе илнӗ.</verse>
				<verse number="15">Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир сире сӑмахпа каласа е ҫыру ярса вӗрентнине ҫирӗп тытса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="16">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑй те тата пире савакан, Хӑйӗн тивлечӗпе пире ӗмӗрлӗх лӑпланӑҫпа шанчӑк панӑ Атте Туррӑмӑр</verse>
				<verse number="17">сирӗн чӗрӗре лӑплантарччӑр, мӗн вӗрентнине пурне те ҫирӗп тытса тӑма паччӑр, ырӑ ӗҫ туса пурӑнмалла туччӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ хӑвӑр патӑрти пекех сарӑлтӑр, мухтава тухтӑр;</verse>
				<verse number="2">киревсӗр ҫынсенчен, усал ҫынсенчен пирӗн хӑтӑлмалла пултӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн пуртех ӗненмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ, Вӑл сире тӗреклӗ тӑвӗ, усалтан сыхлӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпир хӑвӑра мӗн хушнине эсир Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе унччен мӗнле пурӑнӑҫласа пынӑ, малашне те ҫаплах пурӑнӑҫласса шансах тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="5">Ҫӳлхуҫа сирӗн чӗрӗре Турӑ юратӑвӗ енне, Христос тӳсӗмлӗхӗ енне ҫавӑртӑр.</verse>
				<verse number="6">Эй тӑвансем, эпир сире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе хистесех калатпӑр: вӑхӑтне ӗҫсӗр ирттерекен, эпир вӗрентнӗ пек пурӑнман тӑвансенчен аякра тӑрӑр.</verse>
				<verse number="7">Эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, сирӗн пирӗнтен тӗслӗх илмелле: эпир сирӗн патӑрта ӗҫсӗр пурӑнмарӑмӑр,</verse>
				<verse number="8">никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимерӗмӗр; сире никама та йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр —</verse>
				<verse number="9">эпир ҫакна пирӗн сирӗнтен пулӑшу ыйтма тивӗҫ ҫуккипе туман, сире тӗслӗх кӑтартас тесе, пирӗнтен курса вӗренччӗр тесе тунӑ.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑр патӑрта чухне эпир сире: «ӗҫлес мар теекен ан ҫитӗр те» теттӗмӗр.</verse>
				<verse number="11">Эпир ӗнтӗ ҫакна илтрӗмӗр: ҫапах та сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-пӗрисем йӗркесӗр пурӑнаҫҫӗ иккен, хӑйсем нимӗн те тумаҫҫӗ, хӑйсем пур ӗҫе те пуҫне чикеҫҫӗ тет.</verse>
				<verse number="12">Ун пеккисене Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкӗтлесе, хытарсах калатпӑр: вӗсем пӗр шавламасӑр ӗҫлесе хӑйсен ҫӑкӑрне ҫиччӗр.</verse>
				<verse number="13">Эй тӑвансем, эсир вара малашне те ӗшенме пӗлмесӗр ырӑ туса пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="14">Кам та пулин эпир ҫак ҫырура мӗн ҫырнине итлемесен, эсир ӑна астуса тӑрӑр та, ӑна вӑтантармашкӑн, унпа ан хутшӑнӑр;</verse>
				<verse number="15">ҫавах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, ӑна тӑван вырӑнне хурса ӑса кӗртме тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="16">Канӑҫлӑх паракан Ҫӳлхуҫа кирек хӑҫан та, пур ӗҫре те сире Хӑй канӑҫлӑх патӑр. Сирӗнпе пуринпе те Ҫӳлхуҫа пултӑр!</verse>
				<verse number="17">Эпӗ, Павел, сире хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп, манӑн пур ҫырӑвӑм та ҫавӑнтан паллӑ; эпӗ ҫапла ҫыратӑп:</verse>
				<verse number="18">сире пурсӑра та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="54">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Павел — хамӑра Ҫӑлакан Турӑ тата пире шанчӑк паракан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хушнипе Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер —</verse>
				<verse number="2">ӗненсе чӑн ывӑлӑм пулнӑ Тимофее: Атте Туррӑмӑртан тата Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Македоние кайнӑ чухне эпӗ сана Эфеса юлса хӑш-пӗрисене вӗсем урӑхла вӗрентме чарӑнччӑр, халапсемпе,</verse>
				<verse number="4">вӗҫне-хӗрне тупма ҫук йӑх-кӑк тымарӗпе ан аппаланччӑр тесе хистесех калама хушса хӑварсаттӑм — ун пекки вӑл Турра ӗненме вӗрентес вырӑнне тавлашу ҫеҫ кӑларать.</verse>
				<verse number="5">Ҫав хистевӗн тӗллевӗ — таса чӗререн юратма вӗрентесси, ырӑ кӑмӑлтан, чӑннипе ӗненсе юратма вӗрентесси.</verse>
				<verse number="6">Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла вӗрентессинчен пӑрӑнчӗҫ те пуш сӑмах енне сулӑнчӗҫ:</verse>
				<verse number="7">вӗсем саккун вӗрентекенсем пуласшӑн, анчах хӑйсем мӗн ҫинчен каланине, мӗне вӗрентесшӗн тӑрӑшнине хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпир ҫакна пӗлетпӗр: саккунпа тӗрӗс усӑ курсассӑн, вӑл ырӑ;</verse>
				<verse number="9">ҫакна пӗлмелле: саккуна тӳрӗ ҫынсем валли кӑларман, ӑна йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисемшӗн, усаллисемпе ҫылӑхлисемшӗн, Турра хисеплеменшӗн, Ӑна халалланине ирсӗрлетекенсемшӗн, ашшӗ-амӑшне вӗлерекенсемшӗн, ҫынвӗлеренсемшӗн,</verse>
				<verse number="10">аскӑнланса пурӑнакансемшӗн, арпа ар асакансемшӗн, ҫынна чуралӑха сутма вӑрлакансемшӗн, элекҫӗсемшӗн, выльӑхпа асакансемшӗн, суеҫӗсемшӗн, тупа тунине пӑсакансемшӗн, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫ пыракансемшӗн кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="11">Тӗрӗс вӗрентни вӑл — мухтавлӑ Туррӑн мана шанса сарма хушнӑ Ырӑ Хыпарӗ.</verse>
				<verse number="12">Тавах хама вӑй панӑ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра: Вӑл мана шанчӑклӑ ҫын вырӑнне хурса Хӑйне ӗҫлесе тӑраканӗ турӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ унччен хурлакан, хӗсӗрлекен усал ҫынччӗ; эпӗ пӗлменнипе, ӗненменнипе ҫапла тунӑ, ҫавӑнпа Вӑл мана каҫарчӗ.</verse>
				<verse number="14">Мана Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр тивлечӗ ҫитрӗ те, эпӗ Христос Иисус урлӑ юратупа ӗненӳ тупрӑм.</verse>
				<verse number="15">Акӑ тӗрӗс сӑмах, ӑна кирек кам та йышӑнмалла: Христос Иисус тӗнчене ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫӑлма килнӗ, ҫав ҫылӑхлисенчен чи айӑпли — эпӗ.</verse>
				<verse number="16">Мана — чи ҫылӑхлӑ ҫынна — каҫарса, Иисус Христос Хӑй мӗн тери вӑрах тӳсӗмлӗ пулнине кӑтартса пачӗ, ку ӗнтӗ Хӑйне ӗненес, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ тупас ҫынсене тӗслӗх кӑтартниех пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ӗмӗрсенӗн вилӗмсӗр, курӑнми Патшине, пӗртен-пӗр аслӑ Турра ӗмӗр-ӗмӗрех хисеплемелле, мухтамалла пултӑр. Аминь.</verse>
				<verse number="18">Эй Тимофей ывӑлӑм, тахӑҫан сан ҫинчен пророкла каланипе килӗшӳллӗн, сана ҫапла канаш паратӑп: эсӗ ҫав сӑмахсемпе шайлашуллӑн хастар ҫар ҫынни пек кӗреш,</verse>
				<verse number="19">хӑв ӗненни тата таса чун-чӗреллӗ пулни пулӑшса пытӑр сана, хӑшӗсем таса чун-чӗререн пӑрӑнчӗҫ те, вӗсен ӗненесси те арканчӗ;</verse>
				<verse number="20">Именейпе Александр ҫапла пулчӗҫ. Турра хурлама пӑрахчӑр тесе, эпӗ вӗсене шуйттан аллине патӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтан ҫакна тума ыйтатӑп: пур ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, мӗн те пулин ыйтасси, йӑлӑнасси, тав тӑвасси пуриншӗн те пултӑр,</verse>
				<verse number="2">хамӑр лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр,</verse>
				<verse number="3">ҫапла туни лайӑх, вӑл хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑра та кӑмӑллӑ;</verse>
				<verse number="4">Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн.</verse>
				<verse number="5">Турӑ пӗрре, Турӑпа этем хутлӑхӗнче пӗрлештерсе тӑраканни те пӗрре — ку вӑл этем пулнӑ Христос Иисус.</verse>
				<verse number="6">Пурне те хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ: вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакӑ уҫҫӑн палӑрнӑ.</verse>
				<verse number="7">Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп: мана ҫавӑн ҫинчен вӗрентмешкӗн-пӗлтермешкӗн апостол тунӑ, суя тӗнлисене чӑн тӗн ҫинчен, чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме хушнӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр;</verse>
				<verse number="9">хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар,</verse>
				<verse number="10">ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет.</verse>
				<verse number="11">Мӗн вӗрентнине хӗрарӑм пӗр чӗнмесӗр итлесе тӑтӑр;</verse>
				<verse number="12">ӑна арҫынна вӗрентме, унпа хуҫаланма ирӗк памастӑп, вӑл чӗнмесӗр тӑтӑр.</verse>
				<verse number="13">Малтан Адама пултарнӑ-ҫке, кайран вара Евӑна пултарнӑ;</verse>
				<verse number="14">Адам улталанман, арӑмӗ улталанса ҫылӑха кӗнӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫапах та хӗрарӑм ӗненсе, юратса пурӑнсассӑн, айӑпсӑр, таса тӑрсассӑн ача ҫуратнипе ҫӑлӑнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Ҫакӑ чӑн сӑмах: кам епископ пуласшӑн, вӑл ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн.</verse>
				<verse number="2">Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан,</verse>
				<verse number="3">ӗҫке хапӑлламан, ҫапӑҫма-вӑрҫма юратман, мула хапсӑнман, йӑваш, килӗштерсе пурӑнакан, укҫа-тенкӗ юратман,</verse>
				<verse number="4">хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла;</verse>
				<verse number="5">хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн (Турӑ Чиркӗвӗшӗн) тӑрӑшӗ-и?</verse>
				<verse number="6">Тин тӗне кӗнӗ ҫын епископ ан пултӑр, ун пекки мӑнкӑмӑлланса та кайӗ, вара шуйттанпа пӗрле айӑпа кӗмелле пулӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл тата ӗненменнисем умӗнче те ырӑ ятлӑ ҫын пултӑр, унсӑрӑн вӑл сӑмаха кӗрӗ, шуйттан танатине ҫакланӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫаплах дьяконсем те тӳрӗ ҫынсем, иккӗллӗ калаҫман, эрехе кӑмӑлламан, мула хапсӑнман,</verse>
				<verse number="9">чӑн тӗнӗн вӑрттӑнлӑхне таса чун-чӗрепе ӗненсе тӑракан ҫынсем пулччӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑн пеккисене малтан сӑнас пулать, кайран вара, айӑпсӑр пулсассӑн, ӗҫ патне ямалла.</verse>
				<verse number="11">Ҫавӑн пекех ӗненекен ушкӑна пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсем те тӳрӗ ҫынсем, элекҫӗ мар, эрехе кӑмӑлламан, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ ҫынсем пулмалла.</verse>
				<verse number="12">Дьякон пӗрре авланнӑ ҫын, ачи-пӑчине, хӑйӗн кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан ҫын пулмалла.</verse>
				<verse number="13">Ӗҫне лайӑх туса тӑнисем хисепе тивӗҫлӗ пулӗҫ, хӑйсем Христос Иисуса ҫирӗп ӗненни ҫинчен питӗ хӑюллӑн калӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитме ӗмӗтленсе ҫыратӑп;</verse>
				<verse number="15">хам часах пыраймасан, санӑн Турӑ килӗнче епле ӗҫлесе тӑмаллине пӗлмелле пултӑр тетӗп; Турӑ килӗ вӑл — Чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗ, чӑнлӑх тӗрекӗ.</verse>
				<verse number="16">Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ калама ҫук аслӑ: Турӑ ӳтлӗ пулса килнӗ, Вӑл Хӑй Турӑ иккенне Таса Сывлӑш урлӑ кӑтартнӑ, ангелсене курӑннӑ, Ун ҫинчен халӑхсене пӗлтернӗ, Ӑна тӗнчипе ӗненсе хапӑл тунӑ, Вӑл тӳпене мухтавлӑн ҫӗкленнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет;</verse>
				<verse number="2">шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ;</verse>
				<verse number="3">вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ:</verse>
				<verse number="4">Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать:</verse>
				<verse number="5">ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.</verse>
				<verse number="6">Ҫакна тӑвансене ӑнлантарса пар, вара эсӗ, чӑн тӗн сӑмахӗпе тата ху йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳпе тӗреклӗленсе, Иисус Христосшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраканӗ пулӑн.</verse>
				<verse number="7">Хӗрарӑмсен юрӑхсӑр халапӗсенчен пӑрӑн, сӑваплӑ пурӑнма вӗрен, хӑвна ҫав тӗлӗшпе тӗреклӗлентер:</verse>
				<verse number="8">ӳте тӗреклӗлентернинчен усси нумаях мар, сӑваплӑ пурӑнсассӑн пур тӗлӗшпе те усӑ курӑн, хальхи пурӑнӑҫра та, ҫитессинче те пама пулнине илӗн.</verse>
				<verse number="9">Ҫакӑ — чӑн сӑмах, ӑна пӗр иккӗленмесӗр йышӑнмалла.</verse>
				<verse number="10">Ҫакӑншӑн тӑрӑшатпӑр та эпир, ҫавӑншӑн хур тунине тӳсетпӗр те, мӗншӗн тесессӗн Чӗрӗ Турра шанатпӑр, Вӑл вара — пур ҫынна та, пуринчен ытла ӗненекенсене, Ҫӑлаканӗ.</verse>
				<verse number="11">Эсӗ ҫакна каласа вӗрент.</verse>
				<verse number="12">Ҫамрӑк тесе сана никам та тиркемелле ан пултӑр; ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пул — вӗрентме те, хӑвна мӗнле тыткаламаллине те, юратма та, Турӑшӑн пурӑнма та, ӗненме те, таса пулма та санран курса вӗренччӗр.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ пыриччен вула-вула парса, ӳкӗтлесе, вӗрентсе пурӑн.</verse>
				<verse number="14">Хӑвӑн хастарна усӑсӑр ан усра — ӑна эсӗ хӑвӑн ҫинчен пророкла каланӑ сӑмах урлӑ, пресвитерсем алӑ хунӑ чухне илнӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑншӑн тӑрӑш, ҫавӑнпа пӗрле пул, санӑн ӗҫӳ ӑнса пынине пурте курччӑр.</verse>
				<verse number="16">Хӑвна ху та, ху мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр; ҫакна яланах ҫирӗп тытса пыр, ҫапла пурӑнсассӑн эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Ватӑ ҫынпа тӳрккес ан пул, унпа аҫупа калаҫнӑ пек калаҫ. Хӑвӑнтан кӗҫӗннисемпе шӑллусемпе калаҫнӑ пек,</verse>
				<verse number="2">ватӑ хӗрарӑмсемпе аннӳпе калаҫнӑ пек калаҫ; ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе калаҫнӑ чухне аппу-йӑмӑкупа калаҫнӑ пек сӑпай та таса кӑмӑллӑ пул.</verse>
				<verse number="3">Тӑлӑх арӑмсене — пӗр пулӑшакансӑр тӑрса юлнӑскерсене — пулӑшсах тӑр.</verse>
				<verse number="4">Тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсан, вӗсем чи малтан Турӑ умӗнчи тивӗҫне — хӑйсен кил-йышӗшӗн тӑрӑшма, ашшӗ-амӑшне пӑхма — вӗренччӗр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="5">Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑскер, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса, кӗлтуса пурӑнать;</verse>
				<verse number="6">киленсе пурӑнма юратакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӗсене ҫакна ӑнлантар — вӗсем таса пулччӑр.</verse>
				<verse number="8">Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах.</verse>
				<verse number="9">Пулӑшу памалли тӑлӑх арӑмсен йышне утмӑл ҫултан иртнисене ҫеҫ, пӗрре качча кайнисене ҫеҫ, кӗрт,</verse>
				<verse number="10">вӗсем хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрнӑ ҫынсем — ачисене пӑхса ӳстернӗ, иртен-ҫӳрене хапӑл тунӑ, сӑваплӑ ҫынсенӗн урине ҫунӑ, чухӑнсене пулӑшса тӑнӑ, яланах ырӑ тума тӑрӑшакан ҫынсем — пулччӑр.</verse>
				<verse number="11">Ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене ан йышӑн: вӗсем, Христоса юрӑхсӑр чаплӑ пурӑнӑҫа кӑмӑлласа, качча каясшӑн пулаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла вӗсем хӑйсем унччен сӑмах панине пӑсаҫҫӗ, ҫавӑншӑн ӗнтӗ айӑпа кӗреҫҫӗ;</verse>
				<verse number="13">ҫитменнине тата ӗҫсӗр пурӑннипе вӗсем килӗрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ; вара ӗҫсӗр супнипе кӑна мар, кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетеҫҫӗ, сӑмах сараҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене качча кайма канаш паратӑп: ача-пӑча ҫуратчӑр, кил-ҫурт тытчӑр — вӗсене хурласа калаҫмашкӑн тӑшман нимӗнле сӑлтав та ан тупайтӑр.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем ӗнтӗ хӑшӗ-пӗрисем шуйттан хыҫҫӑн кайса аташрӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Христоса ӗненекен арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн хӑйсен тӑванӗсем хушшинче тӑлӑх арӑм пулсан, ӑна вӗсем хӑйсем пулӑшса тӑччӑр, ӗненекен ушкӑна (Чиркӗве) ан чӑрмантарччӑр, ӗненекен ушкӑнӑн пулӑшакансӑр юлнӑ тӑлӑх арӑмсене пулӑшмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="17">Хӑй ӗҫне лайӑх туса тӑракан пресвитерсене — сӑмахпа каласа тӑрӑшса вӗрентекеннисене — ытларах хисеплемелле, ытларах тӳлемелле.</verse>
				<verse number="18">Ҫырура ҫапла каланӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ; тата: «ӗҫлекен хӑй хакне илме тивӗҫлӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Иккӗн е виҫҫӗн ҫирӗплетсе паракан пулмасан, пресвитера айӑпланине ан ӗнен.</verse>
				<verse number="20">Ҫылӑха кӗрекен пресвитерсене вара пурин умӗнче те питле, ыттисем хӑраса тӑмалла пултӑр.</verse>
				<verse number="21">Турӑ умӗнче, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа умӗнче, суйласа илнӗ ангелсем умӗнче сана хистесе калатӑп: ҫакна астусах тӑр, саншӑн пурте тан пулччӑр, кӑмӑлу туртнӑ хыҫҫӑн ан кай.</verse>
				<verse number="22">Никам ҫине те аллуна хума ан васка, ҫын ҫылӑхне ан хутшӑн. Хӑвна ху таса тыт.</verse>
				<verse number="23">Вару ыратнӑран, хӑв тӑтӑшах чирленӗрен малашне пӗр шыв кӑна ан ӗҫ, кӑштах эрех те хутӑштарса ӗҫ.</verse>
				<verse number="24">Хӑш ҫыннӑн ҫылӑхӗсем палӑрсах тӑраҫҫӗ — вӗсене тӳрех айӑплама пулать, хӑшӗсен ҫылӑхӗсем вара каярахпа тин курӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Ырӑ ӗҫсем те ҫавӑн пекех: хӑшӗсем халех курӑнаҫҫӗ; курӑнманнисем те пурпӗр палӑрмасӑр юлмаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫын аллинче пурӑнакан чурасем хӑйсенӗн хуҫине тӗрлӗ майпа хисеплесе пурӑнччӑр — Турӑ ятне те, эпир вӗрентнине те хурламалла ан пултӑр.</verse>
				<verse number="2">Хуҫисем ӗненекен ҫынсем пулсан, чурисем, эпир тӑвансем-ха тесе, тимсӗр ан ӗҫлеччӗр, пачах урӑхла, вӗсемшӗн тата тӑрӑшуллӑрах пулччӑр: вӗсем Турра ӗненекенсемшӗн, хӑйсене юратакансемшӗн, хӑйсене ырӑлӑх тӑвакансемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Эсӗ ҫакна вӗрентсе, ӳкӗтлесе кала.</verse>
				<verse number="3">Урӑхла вӗрентекен ҫын, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗнчен, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентнинчен пӑрӑннӑ ҫын — мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест; унӑн тавлашас та чӗлхипе ҫӗнтерес шухӑш анчах; ҫакӑнтан вара ӑмсанасси, ятлаҫасси, хурласа калаҫасси, ҫынна сӑлтавсӑрах шанманни пуҫланса каять.</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӗ пӑсӑлнӑ ҫынсем пӗр вӗҫсӗр тавлашаҫҫӗ: вӗсем чӑнлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑннине вӗсем услам кӳрекен япала вырӑнне анчах хураҫҫӗ. Ун пек ҫынсенчен аякра тӑр.</verse>
				<verse number="6">Турра юрӑхлӑ пурӑнни мӗн пуррипе ҫырлахакансемшӗн ҫеҫ пысӑк ырӑлӑх.</verse>
				<verse number="7">Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен; паллӑ ӗнтӗ, унтан та нимӗн те илсе тухас ҫук.</verse>
				<verse number="8">Тӑранса пурӑнмаллипе тумтир пулсан ҫитӗ пире.</verse>
				<verse number="9">Пуяс теекенсем улталанаҫҫӗ, танатана лекеҫҫӗ; сиен кӳрекен темиҫе тӗрлӗ ухмах непсӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ; ҫавсем этеме инкек кӳреҫҫӗ, пӗтереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="10">Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ.</verse>
				<verse number="11">Эй Турӑ ҫынни, эсӗ ҫавӑнтан тар, || тӳрӗ пул, Турра юрӑхлӑ пурӑн, ӗнен, юрат, чӑтӑмлӑ та йӑваш пул.</verse>
				<verse number="12">Чӑн тӗншӗн тивӗҫлипе кӗреш, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа асӑнта тыт — сана ҫав пурӑнӑҫа кӗме чӗннӗ, ху ҫирӗп ӗненнине эсӗ темӗн чухлӗ кӳнтелен умӗнче каласа кӑтартрӑн.</verse>
				<verse number="13">Пурне те чӗрӗ тӑвакан Турӑ умӗнче, Хӑйӗн ырӑ тӗнне Понтий Пилат умӗнче каласа кӑтартнӑ Христос Иисус умӗнче сана хушса калатӑп:</verse>
				<verse number="14">хамӑра мӗн хушнине Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр киличченех таса та тӗп-тӗрӗс усра.</verse>
				<verse number="15">Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн эпир Ӑна Турӑ ирӗкӗпе курӑпӑр — патшасенӗн пӗртенпӗр хӑватлӑ, мухтавлӑ Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, пӗртен-пӗр Вилӗмсӗрри кӑтартнине курӑпӑр; Вӑл патне те пымалла мар ҫутӑра пурӑнать; Ӑна ҫынсем никам та курман, курма та пултараймаҫҫӗ. Вӑл ӗмӗрех хӑватлӑ, мухтавлӑ! Аминь.</verse>
				<verse number="16"></verse>
				<verse number="17">Ку ӗмӗрти пуянсене ӳкӗтле: вӗсем ан мӑнаҫланччӑр, пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр — савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать.</verse>
				<verse number="18">Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр,</verse>
				<verse number="19">ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр.</verse>
				<verse number="20">Эй Тимофей! хӑвна панине сыхла, юрӑхсӑр пушӑ сӑмахсенчен, пӗлмесӗр хирӗҫ тавлашакансенчен пӑрӑн — вӗсен пӗлӗвӗ суя пӗлӳ ҫеҫ;</verse>
				<verse number="21">хӑшӗсем ӗнтӗ ҫавӑн хыҫҫӑн кайса ӗненме те пӑрахрӗҫ. Сана тивлет пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="55">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Павел, — Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисус урлӑ пама пулнӑ пурӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер, —</verse>
				<verse number="2">савнӑ Тимофей ывӑлӑма: Атте Туррӑмӑртан тата Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="3">Хамӑн кӗллӗмсенче яланах, — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, — сана аса илнӗ чухне Турра тав тӑватӑп, эпӗ Ӑна, аттемӗрсем пек, таса чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратӑп,</verse>
				<verse number="4">санӑн куҫҫульне аса илетӗп те — манӑн ҫав тери сана курас килет, вара темӗн тӗрлӗ савӑнӑттӑм.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ чунтан-вартан ӗненнине аса илетӗп, ӗлӗк санӑн асаннӳ Лоида тата санӑн аннӳ Евника ҫапла чунтан-вартан ӗненетчӗҫ; эсӗ те ҫаплах ӗненетӗн пулӗ тесе шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа эпӗ сана ҫакна астутарасшӑн: хам алӑ хунипе Турӑран илнӗ хастарӑн ҫулӑмне сӳнме ан пар.</verse>
				<verse number="7">Турӑ пире хӑравҫӑлӑх сывлӑшне паман, вӑй-хӑват сывлӑшне, юрату тата ҫирӗп ӑстӑн сывлӑшне панӑ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ан вӑтан: эпӗ, Унӑн ҫынни, тӗрмене ларнӑшӑн та ан вӑтан; ман пекех Турӑ вӑйне шанса, манпа пӗрле Ырӑ Хыпаршӑн асаплан.</verse>
				<verse number="9">Турӑ пире ҫӑлнӑ, тасалма чӗннӗ, пирӗн ӗҫӗмӗрсене кура чӗнмен, Хӑй кӑмӑл тунипе тата ӗмӗрхи вӑхӑтсенчен малтанах пире Иисус Христос урлӑ панӑ тивлетне кура чӗннӗ.</verse>
				<verse number="10">Халӗ ҫав тивлет Иисус Христос Ҫӑлаканӑмӑр килсен паллӑ пулчӗ: Вӑл вилӗме пӗтерчӗ, Ырӑ Хыпар урлӑ пурӑнӑҫпа вилӗмсӗрлӗх кӳчӗ;</verse>
				<verse number="11">мана ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтерекен апостол тунӑ, суя тӗнлисене вӗрентме хушнӑ.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ ҫавӑнпа ҫапла асапланатӑп та. Анчах эпӗ вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесессӗн хам Кама ӗненнине пӗлетӗп; тата хама шанса панине Вӑл ҫав кун ҫитиччен шанчӑклӑ упрасса шансах тӑратӑп.</verse>
				<verse number="13">Ху манран мӗн илтнине тӗрӗс вӗрентӗвӗн тӗслӗхӗ вырӑнне хурса, Христос Иисуса юрӑхлӑ ӗненсе, Ӑна юрӑхлӑ юратса ҫавӑн пек вӗрент.</verse>
				<verse number="14">Хӑвна шанса панине хамӑр ӑшра пурӑнакан Таса Сывлӑш пулӑшнипе сыхӑ усра.</verse>
				<verse number="15">Асийӑрисем мана пурте пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн; Фигелпа Ермоген та ҫав йышрах.</verse>
				<verse number="16">Онисифор килне Ҫӳлхуҫа ырӑлӑх патӑрах — вӑл мана темиҫе хут та лӑплантарчӗ; эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмарӗ.</verse>
				<verse number="17">Рима пырсан, вӑл мана темӗн тӗрлӗ тӑрӑшса шыраса тупрӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа Хӑй килес кун ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне патӑрччӗ; вӑл мана Эфесра мӗнле пулӑшса тӑнине эсӗ лайӑх пӗлетӗн.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эй ывӑлӑм, ӗнтӗ Христос Иисус тивлечӗпе тӗреклӗленсе пыр.</verse>
				<verse number="2">Ху манран нумай ҫын умӗнче илтнине шанчӑклӑ ҫынсене каласа пар, вӗсем ыттисене те вӗрентме пултарччӑр.</verse>
				<verse number="3">Ҫапла ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ ҫар ҫынни пулса асапсене тӳс.</verse>
				<verse number="4">Ҫар ҫынни, хӑйне ҫара чӗнсе илнӗскерне юрас тесессӗн, кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхланмасть.</verse>
				<verse number="5">Кӗрешӳҫӗ, йӗркене пӑхӑнмасӑр кӗрешсессӗн, парне илеймӗ.</verse>
				<verse number="6">Тӑрӑшса ҫӗр ӗҫлекен ҫын ӗнтӗ ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫне чи малтан хӑй астивме тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ мӗн калани ҫинчен шухӑшла. Ҫӳлхуҫа сана пурне те ӑнланма пулӑштӑр.</verse>
				<verse number="8">Давид йӑхӗнчен тухнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫана яланах асӑнта тыт; эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ҫакӑ ӗнтӗ вӑл.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ уншӑн асап та тӳсетӗп: ӗнтӗ мана, усал тӑвакана асаплантарнӑ пек, тимӗрлесех лартаҫҫӗ; анчах Турӑ сӑмахне тимӗрлеме ҫук.</verse>
				<verse number="10">Суйласа илнисемшӗн эпӗ ҫавӑнпа пурне те тӳсетӗп: вӗсем те Христос Иисус урлӑ ҫӑлӑнччӑр, ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тетӗп.</verse>
				<verse number="11">Ҫакӑ тӗрӗс сӑмах: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсассӑн — Унпа пӗрлех чӗрӗлсе тӑрӑпӑр;</verse>
				<verse number="12">чӑтатпӑр пулсассӑн — Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр; эпир Унран тунсассӑн, Вӑл та пирӗнтен тунӗ;</verse>
				<verse number="13">эпир шанчӑклӑ мар пулсан та, Вӑл — шанчӑклӑ: Вӑл Хӑйӗнчен Хӑй тунаймасть.</verse>
				<verse number="14">Ӗненекенсене ҫакна астутар, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тархасла: тавлашу ан хускатчӑр — вӑл пачах та усса пымасть, итлесе тӑракансене пӑсать ҫеҫ.</verse>
				<verse number="15">Турӑ умӗнче юрӑхлӑ ҫын, хӑвӑн ӗҫӳнтен вӑтанмасӑр, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса вӗрентекен пулма тӑрӑш.</verse>
				<verse number="16">Юрӑхсӑр пушӑ сӑмах калаҫассинчен аякка тар; унсӑрӑн итлесе тӑракансем пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлса пырӗҫ,</verse>
				<verse number="17">вӗсем вӗрентни ҫиен чир пек арасланса пырӗ. Именейпе Филит ҫавӑн пек ҫынсем:</verse>
				<verse number="18">чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, вӗсем чӑнлӑхран пӑрӑнчӗҫ, ҫапла хӑш-пӗр ҫынсенӗн ӗненнине пӗтереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Турӑ хывнӑ никӗс пӗрех тӗреклӗ: вӑл ҫирӗп тӑрать, ун ҫине «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет» тата «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та мӗн усаллинчен аякра тӑтӑр» тесе пичет пуснӑ.</verse>
				<verse number="20">Пысӑк ҫуртра ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсем ҫеҫ пулмаҫҫӗ, йывӑҫ савӑтсемпе тӑм савӑтсем те пулаҫҫӗ; хӑшне чаплӑ ҫӗрте тыткалаҫҫӗ, хӑшне ӑҫта килчӗ унта тыткалаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫапла ӗнтӗ, кам таса пулӗ, ҫавӑ чаплӑ савӑт — кирлӗ вӑхӑтра Хуҫа тыткалакан таса савӑт, пур ырӑ ӗҫе те юрӑхлӑ савӑт — пулӗ.</verse>
				<verse number="22">Ҫамрӑк кӑмӑл хыҫҫӑн каяссинчен пӑрӑн: Ҫӳлхуҫана таса чун-чӗрепе пуҫҫапакансемпе пӗрле тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юрату, канӑҫлӑх шыра.</verse>
				<verse number="23">Ухмахланса, пӗлмесӗр тавлашассинчен пӑрӑн, ку вӑл вӑрҫӑ кӑларать, ҫавна пӗлсех тӑр;</verse>
				<verse number="24">Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла, унӑн чӑтӑмлӑн вӗрентме пӗлмелле,</verse>
				<verse number="25">хирӗҫ пыракансене те йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле — тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнтерсе чӑнлӑха пӗлмелле тӑвӗ, вара вӗсем хӑйсене пӑхӑнтарнӑ шуйттан танатинчен хӑтӑлӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="26"></verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Пӗлсех тӑр: юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ:</verse>
				<verse number="2">ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ,</verse>
				<verse number="3">килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ,</verse>
				<verse number="4">сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ,</verse>
				<verse number="5">ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ. Ҫавӑн пеккисенчен пӑрӑн.</verse>
				<verse number="6">Ун йышши ҫынсем тӗрлӗ ирсӗр шухӑш хыҫҫӑн кайса, ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмсенӗн килӗсене вӑрттӑн кӗрсе вӗсене улталаҫҫӗ —</verse>
				<verse number="7">ҫав хӗрарӑмсем ӗнтӗ яланах вӗренеҫҫӗ, нихӑҫан та чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пултараймаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Ианний тата Иамврий Моисее хирӗҫ тӑнӑ пек, ҫав ҫынсем те чӑнлӑха хирӗҫ пыраҫҫӗ — ӗнтӗ вӗсенӗн ӑсӗ пӑсӑлнӑ, вӗсем чӑн тӗне пӗлмеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Анчах вӗсенӗн ӗҫӗ нумайчченех ӑнса пыраймӗ: вӗсен ӑссӑрлӑхӗ те леш ҫынсенни пекех пурне те паллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="10">Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн;</verse>
				<verse number="11">Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ.</verse>
				<verse number="12">Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те ҫавӑн пек хӗсӗрлӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Усал ҫынсемпе ултавҫӑсенӗн усал ӗҫӗсем ӑнса пырӗҫ, вӗсем аташса пурӑнӗҫ, ыттисене те аташтарӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Хӑвна кам вӗрентнине пӗлсе, хӑвна мӗн вӗрентнинчен, хӑвна мӗн шанса панинчен ан тух;</verse>
				<verse number="15">тата эсӗ мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе тӑратӑн; Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнмашкӑн ҫав Ҫыру сана ӑслӑлантарса ҫитерӗ.</verse>
				<verse number="16">Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет,</verse>
				<verse number="17">вара Турӑ ҫынни, пӗтӗмпех ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ҫапла ӗнтӗ сана Турӑ умӗнче тата вилнисене те, чӗррисене те сут тума Патша пек килес Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хистесе калатӑп:</verse>
				<verse number="2">Турӑ Сӑмахне нихӑҫан та нихӑш вӑхӑтра та вӗрентме ан чарӑн: питле, асӑрхаттар, тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса ӳкӗтле.</verse>
				<verse number="3">Вӑхӑт ҫитӗ: ҫынсем тӗрӗс вӗрентнине йышӑнми пулӗҫ, хӑйсенӗн еккипе, хӑйсем валли йӑпӑлти вӗрентекенсене суйласа илӗҫ,</verse>
				<verse number="4">чӑнлӑха тӑнламӗҫ, халапсен енне сулӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Эсӗ пур тӗлӗшпе те сыхӑ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне малаллах ту, хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр.</verse>
				<verse number="6">Ӗнтӗ манӑн пурӑнӑҫӑм — Турра кӳрекен парне, манӑн каяс вӑхӑт ҫитрӗ.</verse>
				<verse number="7">Эпӗ тӑрӑшса ырӑ ӗҫ туса пурӑнтӑм, пурӑнӑҫ чуппине вӗҫлерӗм, чӑн тӗне пӑрахмарӑм.</verse>
				<verse number="8">Халӗ ӗнтӗ ман валли тӳрӗлӗх пуҫкӑшӑльне хатӗрлеҫҫӗ — ӑна мана Ҫӳлхуҫа, тӗрӗс Тӳре, Хӑй килес кун парӗ; мана анчах мар, Хӑй килессе юратса тӑракансене те пурне те парӗ.</verse>
				<verse number="9">Часрах ман патӑма килме тӑрӑш.</verse>
				<verse number="10">Димас хальхи тӗнчене юратнипе мана пӑрахса Фессалоникӑна кайрӗ, Крискент — Галатие, Тит Далматие кайрӗ; манпа пӗрле пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ.</verse>
				<verse number="11">Марка хӑвпа пӗрле илсе кил: вӑл мана ӗҫ тума кирлӗ.</verse>
				<verse number="12">Тихика эпӗ Эфеса ятӑм.</verse>
				<verse number="13">Килнӗ чухне манӑн фелоне илсе кил — эпӗ ӑна Троадӑра Карп патне хӑвартӑм; тата кӗнекесене, пуринчен ытла сӑран ҫине ҫырнисене, илсе кил.</verse>
				<verse number="14">Александр пӑхӑрҫӑ мана нумай усал турӗ. Ӗҫне кура Ҫӳлхуҫа тавӑртӑрах ӑна!</verse>
				<verse number="15">Унран эсӗ те сыхлан: вӑл пирӗн сӑмаха хирӗҫ вирлӗн тӑчӗ.</verse>
				<verse number="16">Сутра пӗрремӗш хут пулнӑ чухне манпа пӗрле никам та пулмарӗ — мана пурте пӑрахрӗҫ. Вӗсем уншӑн айӑпа ан юлччӑрччӗ!</verse>
				<verse number="17">Ырӑ Хыпар ман урлӑ тӗреклӗленсе ҫиттӗр, ӑна суя тӗнлисем пурте илтчӗр тесе, мана Ҫӳлхуҫа килсе тӗрек пачӗ; эпӗ вара арӑслан ҫӑварӗнчен хӑтӑлтӑм.</verse>
				<verse number="18">Ҫӳлхуҫа мана пур усал ӗҫрен те хӑтарӗ, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне кӗртме упраса хӑварӗ. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.</verse>
				<verse number="19">Прискиллӑпа Акилӑна тата Онисифор кил-йышне салам кала.</verse>
				<verse number="20">Ераст Коринфа юлчӗ; чирлесе ӳкнӗ Трофима эпӗ Милитра хӑвартӑм.</verse>
				<verse number="21">Эсӗ хӗле кӗриччен килме тӑрӑш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, пур тӑван та салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="22">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр санӑн сывлӑшупа пӗрле пултӑр. Сире тивлет пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="56">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Турӑ чури Павел — Турӑ суйласа илнисене ҫирӗп ӗнентермешкӗн, чӑнлӑха пӗлтермешкӗн, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентмешкӗн, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ килессе, Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ тӗнчене пултаричченех пама пулнӑ пурӑнӑҫ килессе шантармашкӑн Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер (палӑртнӑ вӑхӑтра Турӑ Хӑйӗн Сӑмахне тӗнчене килтернӗ, ун ҫинчен каласа ҫӳреме Ҫӑлакан Туррӑмӑр мана шанса хушнӑ) —</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3"></verse>
				<verse number="4">хампа пӗр тӗне тытнипе чӑн ывӑлӑм пулса тӑракан Тита: Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран, хамӑра Ҫӑлаканран, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ сана Крит утравӗ ҫинче акӑ мӗн тума хӑвартӑм: санӑн туса пӗтермен ӗҫсене вӗҫлемелле, кашни хулана, эпӗ хушнӑ пек, пресвитер лартмалла:</verse>
				<verse number="6">пресвитер таса пурӑнакан, пӗрре авланнӑ ҫын пулмалла, унӑн ачисем ӗненекенсем, аскӑн ят е чарусӑр ят илтмен ҫынсем пулччӑр.</verse>
				<verse number="7">Епископ, ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫын, пӗр айӑпсӑр пулмалла, вӑл чӑрсӑр, ҫиллемес, ӗҫкӗҫӗ, ҫапӑҫакан, мула хапсӑнакан ҫын пулмалла мар,</verse>
				<verse number="8">иртен-ҫӳрене хапӑллакан, ырра юратакан, таса шухӑшлӑ, тӳрӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑнакан, чаруллӑ,</verse>
				<verse number="9">чӑн сӑмаха епле вӗрентнӗ, ҫапла уяса тӑракан ҫын пулмалла, унӑн тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме те, хирӗҫ пыракансене питлеме те пултарас пулать:</verse>
				<verse number="10">пӑхӑнманнисем те, вырӑнсӑр калаҫакансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах ҫавӑн пек ҫынсем ӳт кастарнисем хушшинче нумай,</verse>
				<verse number="11">ун пеккисен ҫӑварне чармалла: намӑса пӗлмесӗр мулшӑн тӑрӑшнипе вӗсем кирлӗ мара вӗрентсе этеме килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсенӗн хӑйсенӗнех пӗр пророкӗ: «Крит ҫыннисем ялан суеҫтереҫҫӗ, вӗсем — усал тискер кайӑксем, харам пырсем» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав сӑмах тӗрӗс. Ҫавӑнпа эсӗ вӗсене вирлӗ питле — вӗсем тӗрӗс ӗненсе тӑччӑр,</verse>
				<verse number="14">иудейсен халапӗсене, чӑнлӑхран пӑрӑнакан ҫынсем хунӑ йӗркесене ан итлеччӗр.</verse>
				<verse number="15">Таса ҫынсемшӗн пурте таса; ирсӗрленнисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук; вӗсенӗн ӑсӗ те, кӑмӑлӗ те ирсӗрленнӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем: «Турра пӗлетпӗр» теҫҫӗ, анчах хӑйсем ирсӗр пирки, пӑхӑнман пирки, нимӗн ырри те тума пултарайман пирки ӗҫӗсемпе Унран уйрӑлаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Тӗрӗс вӗрентнипе мӗн пӗре килет, эсӗ ҫавна кала:</verse>
				<verse number="2">ватӑ ҫынсем сыхӑ, йӗркеллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулччӑр; ҫирӗп ӗненччӗр, хытӑ юратчӑр, тӳсӗмлӗ пулччӑр;</verse>
				<verse number="3">ватӑ хӗрарӑмсем хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ ҫынна килӗшӳллӗ пек тытчӑр, элекҫӗ ан пулччӑр, ӗҫке ан ярӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр,</verse>
				<verse number="4">вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкине юратма, ачисене юратма,</verse>
				<verse number="5">ӑслӑ-тӑнлӑ, таса пулма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкине пӑхӑнса тӑма ӳкӗтлеччӗр; Турӑ Сӑмахне хурласси ан пултӑр.</verse>
				<verse number="6">Яш ачасене те ҫаплах ӳкӗтле, вӗсем хӑйсене хӑйсем алӑра тытма пӗлччӗр.</verse>
				<verse number="7">Кирек хӑҫан та санран курса ырӑ ӗҫ тума вӗренмелле пултӑр: вӗрентнӗ чухне таса кӑмӑлпа, йӗркеллӗ, тӳрӗ кала,</verse>
				<verse number="8">сӑмаху ӑслӑ та тӗрӗс пултӑр — хирӗҫ тӑракан пирӗн ҫинчен нимӗн усал калама тупаймасӑр намӑса юлтӑр.</verse>
				<verse number="9">Чурасене хӑйсен хуҫисене пӑхӑнса тӑма, вӗсене пур ӗҫре те юраса пурӑнма ӳкӗтле, вӗсем хирӗҫ ан тавлашчӑр,</verse>
				<verse number="10">ан вӑрлаччӑр, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулччӑр; Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине вӗсем кирек хӑҫан та илем кӳрсе тӑччӑр.</verse>
				<verse number="11">Мӗншӗн тесессӗн Туррӑн пур ҫынна та ҫӑлакан тивлечӗ ҫитрӗ;</verse>
				<verse number="12">вӑл пире, Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлассине, ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентет,</verse>
				<verse number="13">телейлӗ пулас ӗмӗте тытса, хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Иисус Христос Туррӑмӑр мухтавлӑ килессине кӗтсе тӑма вӗрентет.</verse>
				<verse number="14">Пире пур йӗркесӗрлӗхрен те хӑтарасшӑн, пире тасатса ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан Хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхӗ тӑвасшӑн Христос Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавна кала, ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле — сана никам та тиркеме ан пултарайтӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эсӗ вӗсене астутарсах тӑр: вӗсем аслӑ ҫынсене, пуҫлӑхсене итлесе-пӑхӑнса тӑччӑр, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулччӑр,</verse>
				<verse number="2">никама та усал ан калаччӑр, вӑрҫчан ан пулччӑр, лӑпкӑ пулччӑр, пур ҫынпа та яланах йӑваш пулччӑр.</verse>
				<verse number="3">Унччен эпир хамӑр та нимӗн те ӑнланмастӑмӑр, пӑхӑнмастӑмӑр, аташаттӑмӑр; ӳт кӗленине, киленсе пурӑнас шухӑша чурасем пек пӑхӑнса пурӑнаттӑмӑр, вӗчӗхеттӗмӗр, ӑмсанаттӑмӑр, эпир йӗрӗнмелле ҫынсемччӗ, пӗрне-пӗри кураймастӑмӑр.</verse>
				<verse number="4">Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тивлечӗ тата Вӑл этеме юратни ҫитсессӗн,</verse>
				<verse number="5">Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, пире шывпа ҫӗнӗрен ҫуратса, Таса Сывлӑшпа ҫӗнетсе ҫӑлчӗ;</verse>
				<verse number="6">Хӑйӗн тивлечӗпе тӳрре тухчӑр, шанса тӑнӑран ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмелле пулччӑр тесе, Турӑ пире хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ Таса Сывлӑшне ытлӑ-ҫитлӗ пачӗ.</verse>
				<verse number="7"></verse>
				<verse number="8">Ҫак сӑмах тӗрӗс; эсӗ ӑна уҫҫӑн каласах тӑр — Турра ӗненекен ҫынсем ырӑ ӗҫ тума тӑрӑшчӑр: этемшӗн ҫавӑ аван, ҫавӑ вӗсене усӑ кӳрет.</verse>
				<verse number="9">Ӑссӑрланса тавлашса калаҫасран, йӑх-кӑк тишкересрен, саккун ҫинчен тавлашса вӑрҫасран пӑрӑн — вӑл усӑллӑ мар, пушӑ сӑмах анчах.</verse>
				<verse number="10">Тӗне пӑсса вӗрентекене ӑса кӗртме пӗрре-иккӗ тӑрӑшса пӑх, унтан ӑна пӑрах;</verse>
				<verse number="11">пӗлсех тӑр: ун пек ҫын ирсӗрленсе, ҫылӑха кӗрсе хӑйне хӑй айӑпа хӑварать.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ сан патна Артема е Тихика ярсассӑн, эсӗ ман патӑма Никополе ҫитме васка: эпӗ хӗле ҫавӑнта ирттерме пултӑм.</verse>
				<verse number="13">Зина саккунҫӑна тата Аполлоса ӑсатнӑ чухне вӗсене мӗн кирлине пурне те ҫителӗклӗ парса яма тӑрӑш.</verse>
				<verse number="14">Пирӗннисем те ырӑ ӗҫ тума, мӗн кирлине парса тӑма вӗренччӗр, усӑсӑр ан пулччӑр.</verse>
				<verse number="15">Манпа пӗрле пурӑнакансем сана пурте салам яраҫҫӗ. Ӗненекенсене, пире юратакансене салам кала. Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="57">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иисус Христосшӑн тӗрмере ларакан Павел тата Тимофей тӑван — хамӑрпа пӗр ӗҫ тӑвакан савнӑ Филимона,</verse>
				<verse number="2">савнӑ йӑмӑка Апфийӑна, пирӗнпе пӗр ӗҫшӗн тӑрӑшакан Архипа тата санӑн килӗнте пуҫтарӑнакан ӗненекенсене:</verse>
				<verse number="3">Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="4">Эсӗ Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненнине, юратнине тата мӗнпур сӑваплӑ ҫынна юратнине илтсе, хам кӗллӗмсенче яланах сана асӑнса Туррӑма тав тӑватӑп.</verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">Пире пӗрлештерсе тӑракан ӗненӳ сана пирӗн пурӑнӑҫа Христос Иисус урлӑ кӗнӗ ырӑлӑха тарӑнрах ӑнланса илме пулӑштӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ юратса тӑни пире питӗ пысӑк савӑнӑҫ кӳрет, лӑплантарать: эсӗ, тӑванӑм, сӑваплӑ ҫынсенӗн чӗрисене пусартӑн.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ, Христос апостолӗ, санӑн тивӗҫӳ ҫинчен хӑюллӑнах калама пултаратӑп та,</verse>
				<verse number="9">анчах та, сана юратса, эпӗ, ватӑлса ҫитнӗ Павел, халӗ Иисус Христосшӑн тӗрмере лараканскер, тархаслатӑп,</verse>
				<verse number="10">сана хамӑн Онисим ывӑлӑмшӑн тархаслатӑп: вӑл эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне манӑн ывӑлӑм пулса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл унччен сана юрӑхлӑ ҫын марччӗ, халӗ вара сана та, мана та юрӑхлӑ; эпӗ ӑна каялла сан патна яратӑп;</verse>
				<verse number="12">эсӗ ӑна ман чӗрем вырӑнне хурса йышӑн.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ ӑна хам патӑмрах хӑварасшӑн пултӑм, вӑл мана — Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн тӗрмере лараканскере — сан вырӑнна пулӑшса тӑтӑр тесеттӗм,</verse>
				<verse number="14">анчах санран ыйтса пӗлмесӗр нимӗн те тӑвасшӑн пулмарӑм: ырӑ ӗҫе санӑн ирӗксӗр мар, ирӗклӗ тумалла пултӑр терӗм.</verse>
				<verse number="15">Вӑл санран пӗр вӑхӑта уйрӑлни, тен, эсӗ ӑна ӗмӗрлӗхе йышӑнасса пулчӗ-и?</verse>
				<verse number="16">Вӑл ӗнтӗ чура мар, чураран мала — вӑл савнӑ тӑван; уйрӑмах вӑл маншӑн хаклӑ, саншӑн вара тата хаклӑрах: вӑл этем пулнипе те, Ҫӳлхуҫана ӗненнипе те ҫывӑх тӑван.</verse>
				<verse number="17">Ҫапла ӗнтӗ эсӗ манпа пӗр шухӑшлӑ тӑратӑн пулсассӑн, ӑна мана йышӑннӑ пек йышӑн.</verse>
				<verse number="18">Вӑл сана мӗнпе те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн е унӑн санӑн умӑнта парӑм пулсассӑн, эсӗ ӑна манӑн парӑм шутне хур.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа: «эпӗ тӳлетӗп» тесе ҫыртӑм; эсӗ ху та ман умӑмра парӑмлӑ, эсӗ — пӗтӗмпех манӑн, эпӗ сана ун ҫинчен каламастӑп ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="20">Эй тӑванӑм, халӗ Ҫӳлхуҫашӑн мана хӑвӑнтан усӑ курма пар; Ҫӳлхуҫашӑн манӑн чӗреме лӑплантар.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ сан патна эсӗ итлессине шанса, эпӗ каланинчен те ытларах тӑвассине пӗлсе ҫыртӑм.</verse>
				<verse number="22">Тата ман валли пӳлӗм те хатӗрлесе хур; эсир кӗлтунипе эпӗ хама сирӗн патӑра ярӗҫ тесе шанса тӑратӑп.</verse>
				<verse number="23">Христос Иисусшӑн манпа пӗрле тӗрмере ларакан Епафрас сана салам ярать;</verse>
				<verse number="24">манпа пӗрле ӗҫлекенсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука та салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="58">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Аттемӗрсене мӗн авалтанах пророксем урлӑ темиҫе хут та, темиҫе тӗрлӗ те каланӑ Турӑ</verse>
				<verse number="2">ҫак юлашки кунсенче пире Ывӑлӗ урлӑ каланӑ. Вӑл мӗн пуррине пурне те Ывӑлӗн аллине панӑ, тӗнчене те Ун урлӑ пултарнӑ.</verse>
				<verse number="3">Ывӑлӗ Вӑл — Турӑ мухтавӗн ҫути, Вӑл пур тӗлӗшпе те Ашшӗпе пӗрех, Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе пурне те тытса тӑрса, пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене Хӑй урлӑ каҫарттарса, Вӑл тӳпери аслӑ Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл ангелсенчен чаплӑрах, Вӑл илнӗ ят та ангелсен ятӗнчен мухтавлӑрах.</verse>
				<verse number="5">Ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин Турӑ ҫапла каланӑ-и: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ-и? Е тата: «Эпӗ Унӑн Ашшӗ пулӑп, Вӑл Манӑн Ывӑлӑм пулӗ» тенӗ-и?</verse>
				<verse number="6">Малтанах Ҫуралнине тӗнчене илсе килнӗ чухне те Вӑл: «Туррӑн ангелӗсем Ӑна пурте пуҫҫапчӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ангелсем ҫинчен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эсӗ сывлӑшсене Хӑвӑн ангелусем тӑватӑн, ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑма Хӑвна ӗҫлесе тӑракансем тӑватӑн» тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Ывӑлӗ ҫинчен вара ҫапла каланӑ: «эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи.</verse>
				<verse number="9">Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="10">Тата каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ;</verse>
				<verse number="11">вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ,</verse>
				<verse number="12">вӗсене Эсӗ тумтир чӗркенӗ пек чӗркӗн те, тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин ҫапла каланӑ-и: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ-и?</verse>
				<verse number="14">Ангелсем вӗсем пурте ҫӑлӑнас ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑма яракан сывлӑшсем мар-и вара?</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ҫулран пӑрӑнас мар тесессӗн, хамӑр мӗн илтнине пирӗн ҫирӗп астуса тӑрас пулать.</verse>
				<verse number="2">Ангелсем урлӑ пӗлтернӗ сӑмах хӑватлӑ пулнӑ пулсан, ӑна итлемесӗр-тумасӑр хӑварнӑшӑн ялан тивӗҫлипе тавӑрнӑ пулсан,</verse>
				<verse number="3">ҫав тери пысӑк ырӑлӑхшӑн — аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн — тӑрӑшмасан, эпир епле хӑтӑлса юлӑпӑр? Ун ҫинчен малтан Ҫӳлхуҫа Хӑй каласа пӗлтернӗ, кайран пире ҫакна Ӑна илтнисем ҫирӗплетсе панӑ;</verse>
				<verse number="4">тата Турӑ паллӑсем, кӗтретсем, тӗрлӗ хӑватсем кӑтартса, Хӑй ирӗкӗпе пире Таса Сывлӑш ырӑлӑхне парса ҫак ҫӑлӑнӑҫ чӑн иккенне ӗнентернӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпир асӑнакан пулас тӗнчене Турӑ ангелсене пӑхӑнтарман-ҫке,</verse>
				<verse number="6">апла тума мар-ха, тахӑшӗ пӗр тӗлте ҫапла каласа пӗлтернӗ: «ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асӑнтан ямастӑн. Мӗнех вара этем ывӑлӗ? Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн.</verse>
				<verse number="7">Эсӗ ӑна вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн, ӑна мухтавпа хисеп кӳрсе чысларӑн; Хӑвӑн аллу мӗн пултарнине пӗтӗмпех ӑна патӑн,</verse>
				<verse number="8">пурне те пӑхӑнтарса, ун ури айне турӑн» тенӗ. Пурне те этеме пӑхӑнтарнӑ пулсан, апла ӑна пӑхӑнтарманни нимӗн те ҫук. Халлӗхе пурне те этеме пӑхӑнтарнине курмастпӑр-ха.</verse>
				<verse number="9">Анчах та эпир пӗр авкана ангелсенчен кӗҫӗне юлнӑ Иисуса, Турӑ тивлечӗпе пирӗншӗн асапланса вилнӗскере, халӗ мухтава кӑларнине, чыслӑ-хисеплӗ тунине куратпӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫапла пулмалла пулнӑ та: пурне те пултарнӑ Турӑ, — ӗнтӗ пурте Унӑн, — Хӑйӗн ывӑлӗсене нумайӑшне мухтав патне ертсе пынӑ чухне ҫавсене Ҫӑлӑнӑҫ Паракана асап урлӑ асла кӑларнӑ.</verse>
				<verse number="11">Тасатаканӗ те, тасалаканӗсем те пурте — пӗр Аттерен; ҫавӑнпа Тасатаканӗ ҫынсене тӑванӑмсем теме вӑтанмасть,</verse>
				<verse number="12">Вӑл ҫапла каланӑ: «Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекенсем хушшинче Сана мухтаса юрлӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">Тата: «Эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп» тенӗ, тата: «акӑ Эпӗ тата Мана Турӑ панӑ ачамсем» тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ӗнтӗ ачисем ӳтпе юнран пулнӑран Вӑл та вӗсем пекех ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ, ҫакна Вӑл вилӗм пуҫлӑхне, шуйттана, Хӑйӗн вилӗмӗпе ҫӗнтермешкӗн</verse>
				<verse number="15">тата вилӗмрен хӑранипе хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех чуралӑхра пурӑнакансене хӑтармашкӑн тунӑ.</verse>
				<verse number="16">Унӑн ангелсене мар, Авраам йӑхне ҫӑлмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="17">Халӑх ҫылӑхне каҫарттарма Турӑ умӗнче хӗрхенекен кӑмӑллӑ, шанчӑклӑ Аслӑ Священник пулмашкӑн Унӑн пур тӗлӗшпе те тӑванӗсем евӗрлӗ пулмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="18">Вӑл Хӑй асап курнӑ, тӳснӗ, ҫавӑнпа асапланакансене пулӑшма пултарать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр:</verse>
				<verse number="2">Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пек, Вӑл та Хӑйне Янӑскершӗн яланах шанчӑклӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫурт лартаканӗ ҫуртӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Иисуса та Моисейрен ҫавӑн чухлӗ ытларах хисеплеме тивӗҫлӗ:</verse>
				<verse number="4">кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ.</verse>
				<verse number="5">Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан пек анчах пулнӑ, вӑл пӗлтерме кирлине пӗлтерсе тӑнӑ;</verse>
				<verse number="6">Христос вара — Ашшӗ ҫуртӗнчи шанчӑклӑ Ывӑл; эпир вара — вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пулсассӑн, савӑнӑҫлӑ шанчӑка сыхласа хӑварсассӑн — Унӑн ҫурчӗ пулӑпӑр.</verse>
				<verse number="7">Таса Сывлӑш ҫавӑн ҫинчен калать те: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр — аҫӑрсем Ман ӗҫӗмсене хӗрӗх ҫул курчӗҫ пулин те, Мана пушхирте сӑнарӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="8"></verse>
				<verse number="9"></verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа ҫав йӑха ҫиллентӗм те каларӑм: «вӗсем ялан аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ» терӗм;</verse>
				<verse number="11">ҫавӑнпа ҫиллӗмпе тупа турӑм: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» терӗм» тет.</verse>
				<verse number="12">Эй тӑванӑмсем, астӑвӑр, сирӗн кам та пулин ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ ан пултӑр, апла эсир чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса каятӑр.</verse>
				<verse number="13">«Паян» теме май пур чухне куллен пӗрне-пӗри ӳкӗтлӗр: сирӗнтен нихӑшӗ те ҫылӑхпа улталанса хаярланса ан кайтӑр.</verse>
				<verse number="14">Эпир ӗнтӗ Христоспа пӗрле пай илессисем пултӑмӑр, анчах пирӗн вӗҫне ҫитичченех малтанхи пекех ҫирӗп пулмалла.</verse>
				<verse number="15">Ҫырура: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Унӑн сассине илтсе, камсем ӳпкелешнӗ-ха? Моисей Египетран илсе тухнисем мар-и?</verse>
				<verse number="17">Хӗрӗх ҫул хушши Турӑ кама ҫилленнӗ-ха? Ҫылӑха кӗнисене, шӑмми-шакки пушхирех выртса юлнисене мар-и?</verse>
				<verse number="18">Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ тесе, пӑхӑнманнисем ҫинчен тупа тумасассӑн, кам ҫинчен тупа тунӑ тата?</verse>
				<verse number="19">Ҫапла ӗнтӗ вӗсем ӗненмен пирки канӑҫлӑха кӗрейменни паллӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа пирӗн акӑ мӗнрен сыхланмалла: Турӑ сӑмах панипе Унӑн канӑҫлӑхне кӗме май пур вӑхӑтрах сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗме ӗлкӗреймесӗр ан юлтӑр.</verse>
				<verse number="2">Лешӗсене пӗлтернӗ пек, пире те Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, анчах ҫав сӑмах вӗсене усӑ кӳмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӑна ӗненмесӗр итленӗ.</verse>
				<verse number="3">Канӑҫлӑха эпир, ӗненекенсем, кӗретпӗр, Вӑл Хӑйӗн ӗҫӗсене тӗнче пуҫламӑшӗнчех туса пӗтернӗ пулсан та ҫапла каланӑ: «ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑха кӗреймӗҫ, терӗм» тенӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫиччӗмӗш кун ҫинчен Ҫырура пӗр тӗлте ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне туса пӗтерсе, Турӑ ҫиччӗмӗш куна канлӗхлӗ тунӑ» тенӗ.</verse>
				<verse number="5">Тепӗр тӗлте тата: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» тенӗ —</verse>
				<verse number="6">ҫакна ӗнтӗ унччен Ырӑ Хыпара илтнӗ, анчах та ӗненменнине пула канӑҫлӑх тупайманнисем ҫинчен каланӑ. Хӑшӗсен унта ӳлӗмрен кӗмелле пулӗ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ вӗсем валли тата урӑх кун — «паянхине» — кӑтартса хунӑ; чылай вӑхӑтран Вӑл Давид урлӑ ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене каланӑ: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ан хаярлатӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="8">Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх панӑ пулсассӑн, Турӑ кайран урӑх кун ҫинчен каламан та пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ халӑхӗн шӑматкун канӑҫлӑхне тупасси малта-ха.</verse>
				<verse number="10">Турӑ Хӑй ӗҫӗсенчен каннӑ пек, Унӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын та хӑй ӗҫӗсенчен канать.</verse>
				<verse number="11">Ҫапла ӗнтӗ ҫав канӑҫлӑха кӗме тӑрӑшар, пӑхӑнман ҫынсенчен тӗслӗх илсе, вӗсем пек пулса каяр мар.</verse>
				<verse number="12">Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать, вӑл — икӗ ҫивчӗшлӗ кирек мӗнле хӗҫрен те вичкӗнрех: вӑл чунпа сывлӑш витӗр, тӑл-пӳ пайӗсемпе миме витӗр тухать, чӗрери шухӑш-ӗмӗте те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.</verse>
				<verse number="13">Мӗн пултарни пӗри те Турра курӑнмасӑр тӑраймасть, Унӑн куҫӗ умӗнче пурте янках уҫӑ, пурте алӑ тупанӗ ҫинчи пек. Унӑн умӗнче явап тытӑпӑр.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн ҫӳлӗрен ҫӳлӗ тӳпене ҫӗкленнӗ Чи Аслӑ Священникӑмӑр пур; Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ Иисус. Апла хамӑр тӗне ҫирӗп тытса тӑрар.</verse>
				<verse number="15">Пирӗн Чи Аслӑ Священникӑмӑр эпир халсӑррине пӗлмесӗр хӗрхенме пултарайманскер мар, Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, ҫылӑха ҫеҫ кӗмен.</verse>
				<verse number="16">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Унӑн тивлетлӗ аслӑ вырӑнӗ патне хӑюллӑ пырар, кирлӗ вӑхӑтра Вӑл пире хӗрхенсе тивлетне парса пулӑшӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Этемсен хушшинчен суйласа илнӗ кирек хӑш аслӑ священника та Турӑ умӗнче этемшӗн кӗлтуса тӑма, уншӑн ҫылӑх парни кӳрсе тӑма лартаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="2">вӑл ӗнтӗ пӗлмен ҫынсене, аташса пурӑнакансене хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн те халсӑрлӑх пур;</verse>
				<verse number="3">ҫавӑнпа унӑн халӑх ҫылӑхӗшӗн те, хӑй ҫылӑхӗшӗн те парне кӳрсе тӑмалла.</verse>
				<verse number="4">Никам та хӑй ирӗкӗпе ҫак чыслӑ ята илме пултараймасть, Аарона суйланӑ пек, Турӑ суйласа илнӗскерӗ ҫеҫ аслӑ священник пулма пултарать.</verse>
				<verse number="5">Христос та Аслӑ Священник чапне Хӑй тӗллӗн илмен. Ӑна: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тесе Калаканӗ Аслӑ Священник тунӑ.</verse>
				<verse number="6">Вӑлах тепӗр тӗлте ҫапла калать: «Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тет.</verse>
				<verse number="7">Хӑй ӳтлӗ пулса пурӑннӑ вӑхӑтра Христос Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса кӗлтунӑ; Турра хисепленӗшӗн Унӑн кӗлли ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулсассӑн та, пӑхӑнса тӑма асап курса вӗреннӗ,</verse>
				<verse number="9">ҫапла Хӑйӗн тӗллевне пӗтӗмпе туса ҫитерсессӗн, Вӑл Хӑйне пӑхӑнакансене пурне те ӗмӗрлӗхе ҫӑлӑнмалла тӑвакан пулнӑ.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ Ӑна Мелхиседек евӗрлӗ Аслӑ Священник тунӑ.</verse>
				<verse number="11">Ҫакӑн ҫинчен пирӗн нумай калаҫмаллаччӗ, анчах каласа ӑнлантарма хӗн, мӗншӗн тесессӗн эсир итлейми пултӑр.</verse>
				<verse number="12">Вӑхӑт шайӗпе шутласассӑн, эсир хӑвӑр вӗрентекенсем пулмаллаччӗ ӗнтӗ, сире вара каллех Турӑ Сӑмахне чи пуҫламӑшӗнчен тытӑнса вӗрентмелле — сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ.</verse>
				<verse number="13">Сӗтпе тӑранса пурӑнакан нихӑшӗ те мӗн тӗрӗссине, мӗн тӗрӗс маррине ӑнланаймасть: вӑл ача-ха.</verse>
				<verse number="14">Хытӑ ҫимӗҫ вӑл ҫитӗннисене тивӗҫлӗ: вӗсенӗн чӗри ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлнипе ҫеҫ ҫырлахар мар, тӗплӗ пӗлсе ҫитме васкар; каллех никӗс хывар мар — вилӗм патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен хӑтӑласси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен,</verse>
				<verse number="2">шыва кӗресси ҫинчен, алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх сут ҫинчен ҫӗнӗрен пуҫласа калаҫар мар.</verse>
				<verse number="3">Турӑ ирӗк парсан эпир малалла кайӑпӑр.</verse>
				<verse number="4">Пӗрре тасалсан, ҫӳлти ырӑлӑхпа Таса Сывлӑш тивлетне илсен,</verse>
				<verse number="5">Туррӑн ырӑ сӑмахне тата пулас ӗмӗрӗн вӑйӗсене астивсен уйӑрӑлса кайнисене тепӗр хут ӳкӗнтерсе ҫӗнетме ҫук: вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑшӗнче Турӑ Ывӑлне ҫӗнӗрен пӑталаҫҫӗ, Ӑна пурин умӗнче те мӑшкӑл тӑваҫҫӗ.</verse>
				<verse number="6"></verse>
				<verse number="7">Хӑй ҫине тӑтӑшах ҫӑвакан ҫумӑрпа нӳрленекен ҫӗр, хӑйне сухалакансем валли усӑллӑ тырӑ-пулӑ ӳстерекен ҫӗр, Турӑран пиллӗх илсе тӑрать;</verse>
				<verse number="8">йӗплӗ курӑкпа хытхура ӳстерекен ҫӗр вара юрӑхсӑр — ӑна ылхан кӗтет, юлашкинчен ӑна ҫунтарсах ярӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Эй юратнӑ тӑвансем, ҫапла калатпӑр пулин те, эпир ӗнтӗ эсир аванах тытӑнса тӑратӑр пулӗ, ҫӑлӑнас шухӑша тытса пурӑнатӑр пулӗ тесе шанса тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="10">Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ — эсир Унӑн ячӗшӗн сӑваплӑ ҫынсене юратса пулӑшрӑр, халӗ те пулӑшатӑр.</verse>
				<verse number="11">Эпир сире пурсӑра та вӗҫне ҫитичченех, хӑвӑр ӗмӗтӗр пурӑнӑҫланичченех, ҫапла тӑрӑшуллӑ пулма сунатпӑр;</verse>
				<verse number="12">ан ӳркенӗр, хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр.</verse>
				<verse number="13">Турӑ Авраама сӑмах панӑ чухне, Хӑйӗнчен аслине асӑнса тупа тумашкӑн никам та ҫуккине кура, Хӑйне Хӑй асӑнса тупа туса каланӑ:</verse>
				<verse number="14">«Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫапла Авраам вӑрах тӳссе тӑрса пама пулнине илнӗ.</verse>
				<verse number="16">Этемсем хӑйсенчен аслине асӑнса тупа тӑваҫҫӗ, ӗнентерсе тупа туни вӗсенӗн пур тӗрлӗ тавне те татса парать.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнпа Турӑ та пама пулнине илес ҫынсене, Хӑйӗн ирӗкӗ улшӑнас ҫуккине ҫирӗпрех ӗнентерес тесе, тупа тунӑ.</verse>
				<verse number="18">Турӑ улталаса калас ҫук, апла пире пама пулни те, тупа туни те — иккӗшӗ те — улшӑнма пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа Вӑл пирӗн хӳтлӗх пулчӗ, эпир вара, питех те хавхаланса, хамӑр умӑрти ӗмӗте ҫирӗп ярса тытрӑмӑр.</verse>
				<verse number="19">Ӗмӗт вӑл чуншӑн — шанчӑклӑ, тӗреклӗ якорь пек; вӑл шала чаршав хыҫнех ҫитет,</verse>
				<verse number="20">унта ӗнтӗ пирӗншӗн Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗхе Аслӑ Священник пулса пирӗн умран Иисус кӗнӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Мелхиседек вӑл Салим патши, Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ. Авраам патшасене ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне ӑна хирӗҫ тухса пиллекенӗ шӑпах Мелхиседек пулнӑ;</verse>
				<verse number="2">Авраам вара вӑрҫӑра тупнӑ тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне Мелхиседеке уйӑрса панӑ. «Мелхиседек» тени чи малтан «тӳрӗлӗх патши» тенине пӗлтерет, вӑл тата — Салим патши те, ку вара «канӑҫлӑх патши» тени пулать.</verse>
				<verse number="3">Унӑн ашшӗ-амӑшӗ те, йӑхӗ-кӑкӗ те паллӑ мар, кунӗ-ҫулӗ хӑҫан пуҫланнине те, хӑҫан вӗҫленнине те пӗлместпӗр. Турӑ Ывӑлӗ евӗрлӗ пулса, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗре священник пулса юлать.</verse>
				<verse number="4">Куратӑр ӗнтӗ, вӑл мӗн тӗрлӗ аслӑ пулнӑ — ӑна Авраам аттемӗр те хӑйӗн чи паха тупӑшӗн вуннӑмӗш пайне панӑ.</verse>
				<verse number="5">Левий тӑхӑмӗсем, священник ӗҫне туса тӑракансем, халӑхран — хӑйсен тӑванӗсенчен, лешӗсем Авраам йӑхӗнчи ҫынсем пулсан та — саккун тӑрӑх вуннӑмӗш пай илсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="6">Мелхиседек вара вӗсен йӑхӗнчен тухнӑ ҫын пулмасан та, Авраамран вуннӑмӗш пай илнӗ, ӑна, Турӑ пама пулнине илесскере, пилленӗ.</verse>
				<verse number="7">Кӗҫӗнни аслинчен пиллӗх илет — кун пирки никам та тавлашас ҫук.</verse>
				<verse number="8">Кунта вуннӑмӗш пая вилӗмлӗ ҫынсем илеҫҫӗ; лере вара ӑна хӑй ҫинчен «вӑл пурӑнать» текенскерӗ илнӗ.</verse>
				<verse number="9">Апла вуннӑмӗш пай илсе тӑракан Левий Авраам урлӑ Мелхиседеке хӑй вуннӑмӗш пай панӑ теме пулать:</verse>
				<verse number="10">Авраам йӑхӗнчен ҫураласскер, мӑн ашшӗ Мелхиседекпе тӗл пулнӑ чухне вӑл та ҫавӑнта пулнӑ пек пулса тухать.</verse>
				<verse number="11">Левий ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксем халӑха пур тӗлӗшпе те ырра кӑларма пултарайнӑ пулсан (саккунне те халӑха ҫакна шута илсе панӑ), мӗншӗн тата Аарон пек священник мар, Мелхиседек евӗрлӗ урӑх священник кирлӗ пулнӑ?</verse>
				<verse number="12">Священниксен йӗрки улшӑнсан, саккуна та улӑштармалла пулса тухать.</verse>
				<verse number="13">Мелхиседек евӗрлӗ священник вара урӑх йӑхран тухнӑ; ҫав йӑх ҫыннисем пӗри те парне вырӑнӗ патне пыман.</verse>
				<verse number="14">Пирӗн Ҫӳлхуҫамӑр Иуда йӑхӗнчен ҫуралса тухнӑ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, священник пулас тӗлӗшпе ҫав йӑх ҫинчен Моисей нимӗн те каламан.</verse>
				<verse number="15">Халӗ ӗнтӗ ку уҫҫӑнах курӑнать: Мелхиседек евӗрлӗ урӑх священник килнӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӑл ӳтлӗ этемсен йӗркипе мар, ӗмӗрхи пурӑнӑҫ хӑвачӗпе священник пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="17">Ун ҫинчен Ҫырура каланӑ: «Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Унччен кӑларнӑ йӗркене халсӑр пулнипе, усӑсӑр пулнипе пӑрахӑҫлаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="19">апла саккун пӗр ҫынна та ырра кӑларса ҫитереймен, вара ҫӗнӗ шанчӑк панӑ, ӑна пула эпир чӑнахах та Турӑ патне ҫывӑхарма пултаратпӑр.</verse>
				<verse number="20">Ҫакӑ тупа тунисӗр пулман (унчченхисем тупасӑрах священник пулнӑ,</verse>
				<verse number="21">Куншӑн вара тупа тунӑ, Ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ, Вӑл ӑна улӑштармӗ: Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тенӗ).</verse>
				<verse number="22">Ҫапла ӗнтӗ Иисус унчченхинчен лайӑхрах халала вырӑна кӳме пулнӑ.</verse>
				<verse number="23">Унтан тата леш священниксем нумаййӑн пулнӑ, пӗччен ҫеҫ священник пулса тӑма вилӗм чарнӑ;</verse>
				<verse number="24">Ку ӗмӗрех пурӑнать, ҫавӑнпа Унӑн священникра тӑрасси те пӗтмест.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑнпа Вӑл Хӑй урлӑ Турӑ патне пыракансене кирек хӑҫан та ҫӑлма пултарать, Вӑл, яланах чӗрӗскер, кирек хӑҫан та вӗсен хутне кӗме пултарать.</verse>
				<verse number="26">Пирӗн Аслӑ Священник ҫавӑн пек пулмалла та: сӑваплӑскер, усал ӗҫ туманскер, айӑпа кӗменскер, ҫылӑхлисенчен уйрӑм тӑраканскер, тӳперен те ҫӳле ҫӗкленнӗскер пулмалла.</verse>
				<verse number="27">Леш аслӑ священниксем кулленех малтан хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн, кайран халӑх ҫылӑхӗсемшӗн парне кӳрсе тӑнӑ пулсассӑн, Унӑн ун пек тума кирлӗ мар — Вӑл ҫав ӗҫе Хӑйне Хӑй пӗрре парнене кӳрсех туса ҫитернӗ.</verse>
				<verse number="28">Саккун халсӑр этемех аслӑ священника лартать; тупа туса каланӑ сӑмах вара, саккун хыҫҫӑн пулнӑскер, ӗмӗрех хӑватлӑ тӑракан Ывӑла Аслӑ Священник тунӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Халӗ калакан сӑмахра чӑн хакли ҫакӑ: пирӗн Аслӑ Священникӑмӑр Ҫӳлти Патшанӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енне ларнӑ;</verse>
				<verse number="2">Вӑл этем туман, Ҫӳлхуҫа пултарнӑ таса вырӑнта, чӑн кӗлӗ чатӑрӗнче, кӗлтуса тӑрать.</verse>
				<verse number="3">Кирек хӑш аслӑ священника та ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме лартаҫҫӗ; ҫавӑнпа Унӑн аллинче те парнене кӳмелли пулмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсассӑн, священник та пулман пулӗччӗ, кунта ахаль те священниксем пур — вӗсем саккун тӑрӑх парне кӳрсе тӑраҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">вӗсем ӗҫлесе тӑракан вырӑн — тӳперин ӗмӗлки пек, унти евӗрлӗ ҫеҫ, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ тума тытӑнас умӗн ӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «асту, эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Унчченхинчен пахарах ырӑлӑх пама пулнӑ, Иисус урлӑ хывнӑ халал авалхинчен аванрах пулнӑ пек, Унӑн ӗҫӗ те леш священниксен ӗҫӗнчен аслӑрах.</verse>
				<verse number="7">Малтанхи халалӑн ҫитменлӗх пулман пулсассӑн, унӑн вырӑнне урӑххи кирлӗ марччӗ.</verse>
				<verse number="8">Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа;</verse>
				<verse number="9">ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="10">Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.</verse>
				<verse number="11">Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ,</verse>
				<verse number="12">мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="13">«Ҫӗнӗ» тесе ӗнтӗ малтанхи кивелнине пӗлтернӗ; кивелсе, ватӑлса ҫитекеннийӗн пӗтесси ҫывӑх.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Малтанхи халалӑн та Турра кӗлтумалли йӗрки пулнӑ, ҫӗр ҫинчи кӗлӗ ҫурчӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="2">Кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, унӑн малтанхи пӳлӗмне «сӑваплӑ пӳлӗм» тенӗ, унта ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ.</verse>
				<verse number="3">Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче «Сӑваплӑран Сӑваплӑ» теекен тепӗр пӳлӗм пулнӑ;</verse>
				<verse number="4">унта ылтӑн тӗтӗркӗч тата ӑшне те, тулашне те ылтӑн сӑрнӑ саккун арчи пулнӑ, арча ӑшӗнче манна тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ сарнӑ туйи тата саккунӑн чул хӑмисем пулнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнта Турӑ мухтавлӑхӗ тӑнине пӗлтерсе саккун арчин хупӑлчине херувимсем ҫуначӗсемпе хупӑрласа тӑнӑ; халӗ ун ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе калама кирлӗ те мар.</verse>
				<verse number="6">Ҫапла тунӑ кӗлӗ чатӑрӗн малтанхи пӳлӗмне священниксем яланах Турра кӗлтума кӗреҫҫӗ;</verse>
				<verse number="7">тепӗр пӳлӗмне аслӑ священник анчах ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухать; вӑл унта юнсӑр кӗмест; юна хӑйшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗшӗн парнене кӳрет.</verse>
				<verse number="8">Ҫакӑн урлӑ Таса Сывлӑш унчченхи кӗлӗ чатӑрӗ пур чухне тӳпери Сӑваплӑ Вырӑна кӗме ҫул пӳлӗнсе тӑнине пӗлтерет.</verse>
				<verse number="9">Кӗлӗ чатӑрӗ вӑл — хальхи вӑхӑт сӑнарӗ; унта парнесем, пуснӑ парнесем кӳреҫҫӗ, анчах вӗсем парне кӳрекенӗн чун-чӗрине пӗтӗмпех тасатса ҫитереймеҫҫӗ,</verse>
				<verse number="10">мӗншӗн тесессӗн ҫав йӗркесем ӳтпе ҫыхӑннӑ: ӗҫсе ҫиесси, тӗрлӗрен ҫӑвӑнасси, ытти йӑласем те ӳтшӗн кирлӗ пулнӑ; вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ — пурне те тӳрлетсе ҫитериччен ҫеҫ — кирлӗ пулнӑ.</verse>
				<verse number="11">Акӑ Христос — пулас ырӑлӑхсене паракан Аслӑ Священникӑмӑр — килчӗ. Вӑл ҫӗр ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗнчен тем пекех аслӑ та чаплӑ, этем алли туман, ку тӗнчере пултарман Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑна кӗнӗ,</verse>
				<verse number="12">Вӑл унта качака юнӗ е пӑру юнӗ мар, Хӑй Юнне илсе кӗнӗ, Вӑл унта пӗр хут, анчах ӗмӗрлӗхе кӗнӗ те ҫынсене ӗмӗрлӗхе хӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="13">Пушмак пӑру кӗлӗпе хутӑштарнӑ пӑру юнӗпе, качака юнӗпе сирпӗтни ирсӗрленнисенӗн ӳтне тасатать пулсассӑн,</verse>
				<verse number="14">Христос Юнӗ мӗнле хӑватлӑ пулмалла! Вӑл, пӗр айӑпсӑрскер, Таса Сывлӑш пулӑшнипе Хӑйне таса Турра парне кӳнӗ. Ҫавӑнпа Унӑн Юнӗ пирӗн чун-чӗрене вилӗм патне илсе каякан ӗҫсенчен тасатӗ, эпир вара чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе тӑракансем пулӑпӑр.</verse>
				<verse number="15">Чӗнсе илнисем хӑйсене Турӑ пама пулнӑ ӗмӗрлӗх ырӑлӑха илччӗр тесе, пӗрремӗш халал вӑхӑтӗнче тунӑ ӗҫсене Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ каҫарса, Христос ҫӗнӗ халала вырӑна кӳрет.</verse>
				<verse number="16">Мӗн пехиллесе хӑварни пехиллекенӗ вилсессӗн ҫеҫ вӑй илет,</verse>
				<verse number="17">вӑл пехиллекенӗ вилсен анчах ӗҫе кӗрет; пехиллекенӗ чӗрӗ чухне унӑн хӑвачӗ ҫук.</verse>
				<verse number="18">Ҫавӑнпа малтанхи халала та юнсӑр ҫирӗплетмен.</verse>
				<verse number="19">Моисей, саккун мӗн хушнине пурне те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа парсассӑн, пӑру юнӗпе качака юнӗ илсе шыв хушнӑ та, ӑна хӗрлӗ ҫӑмпа тата исоппа саккун кӗнеки ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе каланӑ:</verse>
				<verse number="20">«ҫакӑ — хӑвӑра Турӑ панӑ халалӑн юнӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑн пекех вӑл кӗлӗ чатӑрне те, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан пур савӑта та юнпа сирпӗтнӗ.</verse>
				<verse number="22">Саккун тӑрӑх пурте тенӗ пекех юнпа тасалать, юн тӑкмасӑр каҫару пулмасть.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла ӗнтӗ ҫӳлтине сӑнарлакан япаласем ҫав парнесемпе тасалмалла пулнӑ, ҫӳлти вара вӗсенчен лайӑх парнепе тасалмалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="24">Христос алӑпа тунӑ кӗлӗ чатӑрне кӗмен, — вӑл чӑн Сӑваплӑ Вырӑнӑн сӑнарӗ ҫеҫ, — Христос пирӗншӗн Атте Турӑ умне пырса тӑма тӳпенех ҫӗкленнӗ, тӳпе ӑшнех кӗнӗ.</verse>
				<verse number="25">Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен;</verse>
				<verse number="26">апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ.</verse>
				<verse number="27">Этеме пӗрре анчах вилмелле тунӑ, унтан вара — сут;</verse>
				<verse number="28">ҫавӑн пекех Христос та, нумайӑшӗн ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илмешкӗн, Хӑйне Хӑй парнене пӗрре кӳнӗ; иккӗмӗш хутӗнче Вӑл ҫылӑхран тасатма мар, Хӑйне кӗтсе тӑракансене ҫӑлмашкӑн килӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Саккун вӑл пулас ырӑлӑхсенӗн чӑн сӑнарӗ мар, вӗсенӗн ӗмӗлки анчах; саккун хушнипе ҫуллен-ҫул, ялан парне кӳрсе тӑраҫҫӗ пулин те, ҫакӑн урлӑ саккун парне паракансене нихӑҫан та пӗтӗмпех ырӑ туса ҫитереймест.</verse>
				<verse number="2">Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, парне кӳме чарӑнӗччӗҫ: парне кӳрекенсем пӗрре йӑлтах тасалӗччӗҫ те хӑйсене айӑплӑ туйми пулӗччӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Ҫуллен парне кӳни вӗсенӗн ҫылӑхӗсене астутарса тӑрать:</verse>
				<verse number="4">пӑру юнӗпе качака юнӗ ҫылӑхсене пӗтерме пултараймасть.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос тӗнчене килсессӗн ҫапла калать: «пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, Эсӗ Ман валли ӳт хатӗрлерӗн.</verse>
				<verse number="6">Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем те Сана юрӑхлӑ мар.</verse>
				<verse number="7">Вара Эпӗ каларӑм: «эй Туррӑм, Ман ҫинчен кӗнекере ҫырнӑ пек, Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн акӑ Эпӗ Хам каятӑп, терӗм» тет.</verse>
				<verse number="8">Малтан Вӑл: «саккун тӑрӑх пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, вӗсене кӑмӑл та тумарӑн» тенӗ;</verse>
				<verse number="9">унтан ҫапла хушса каланӑ: «эй Туррӑм, акӑ Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫлама каятӑп» тенӗ. Ҫапла кайранхине ҫирӗплетес тесе малтанхине пӑрахӑҫа кӑларать.</verse>
				<verse number="10">Ҫав ирӗке пурӑнӑҫланипе эпир Иисус Христос Хӑй ӳтне пӗр хут парнене кӳнипе тасалнӑ.</verse>
				<verse number="11">Кирек хӑш священник та куллен кӗлӗре тӑрать, темиҫе хут та пӗр пек парнесем кӳрет, анчах та ҫав парнесем нихӑҫан та ҫылӑхсене пӗтереймеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ку Священник вара пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗр парне кӳнӗ те ӗмӗрлӗхе Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ,</verse>
				<verse number="13">кайран Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑйӗн ури айне тӑвассине кӗтме пуҫланӑ.</verse>
				<verse number="14">Тасалмалли ҫынсене Вӑл пӗрре парне кӳнипех ӗмӗрлӗхе тап-таса тунӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫакӑн ҫинчен пире Таса Сывлӑш та пӗлтерсе тӑрать. Ҫавӑнпа каланӑ та:</verse>
				<verse number="16">«акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа; Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн чӗринех кӗртсе лартӑп, вӗсенӗн ӑсне-тӑннех ҫырса хурӑп,</verse>
				<verse number="17">вӗсенӗн ҫылӑхӗсене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="18">Ҫылӑхсене каҫарсан, вӗсемшӗн парне кӳме те кирлӗ мар.</verse>
				<verse number="19">Эй тӑвансем, ҫапла ӗнтӗ Иисус Христос Юнӗ урлӑ пирӗн ҫӗнӗ ҫулпа, чӗрӗлӗх ҫулӗпе сӑваплӑ вырӑна кӗме шанчӑк пур;</verse>
				<verse number="20">ҫав ҫӗнӗ ҫула пире Иисус чаршав урлӑ — Хӑйӗн Ӳчӗ урлӑ — уҫса панӑ.</verse>
				<verse number="21">Пирӗн мухтавлӑ Аслӑ Священникӑмӑр Турӑ ҫуртне пӑхса тӑрать,</verse>
				<verse number="22">таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе, чун-чӗремӗре пур тасамарлӑхран та тасатса, ӳтӗмӗре таса шывпа ҫуса ҫавӑнта ҫывӑхарар,</verse>
				<verse number="23">хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен эпир пӗр иккӗленмесӗр, уҫҫӑн калатпӑр, мӗншӗн тесессӗн Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ.</verse>
				<verse number="24">Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар.</verse>
				<verse number="25">Хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ; ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар.</verse>
				<verse number="26">Чӑнлӑха пӗлсе ҫитсессӗн те эпир пӗрех ҫылӑха кӗрсе пурӑнатпӑр пулсан, ҫылӑх каҫарттармалли урӑх парне ҫук ӗнтӗ;</verse>
				<verse number="27">сут пулассине, хирӗҫ тӑракансене пӗтерме хатӗр тӑракан хаяр вут-ҫулӑма хӑраса кӗтсе тӑрасси ҫеҫ юлать вара.</verse>
				<verse number="28">Хӑвӑрах шухӑшласа илӗр: Моисей саккунне пӑсакан ҫынна — унӑн айӑпне икӗ е виҫӗ кӳнтелен кӑтартса парсассӑн — пӗр хӗрхенмесӗр вӗлереҫҫӗ пулсан,</verse>
				<verse number="29">Турӑ Ывӑлне хисепе хуман ҫын, ҫӗнӗ халал Юнне — хӑйне тасатнӑ Юна — нимӗн вырӑнне хуман ҫын, тивлет паракан Сывлӑша хурлакан ҫын мӗн тери йывӑр асап курма тивӗҫлӗ!</verse>
				<verse number="30">«Хирӗҫ тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Хам тавӑрӑп» тесе Калакана пӗлетпӗр эпир. Тата ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне сут тӑвӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="31">Чӗрӗ Турӑ аллине лекме питӗ хӑрушӑ!</verse>
				<verse number="32">Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр:</verse>
				<verse number="33">е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр;</verse>
				<verse number="34">эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр.</verse>
				<verse number="35">Ҫапла ӗнтӗ шанса тӑма ан пӑрахӑр: уншӑн сире пысӑк ырӑлӑх пулӗ.</verse>
				<verse number="36">Туррӑн ирӗкне туса ҫитерсе, пама асӑннине илмешкӗн сире тӳсӗмлӗх кирлӗ.</verse>
				<verse number="37">«Тата кӑштах, кӑштах ҫеҫ кӗтмелле — Килекенни килӗ, Вӑл тӑхтаса тӑмӗ!</verse>
				<verse number="38">Тӳрӗ ҫын ӗненнипе чӗрӗ пулӗ, Манӑн чунӑм иккӗленекен ҫынна юратмасть».</verse>
				<verse number="39">Эпир — иккӗленсе пӗтсе ларас ҫынсем мар, эпир чунӑмӑр ҫӑлӑнасса ӗненсе тӑратпӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни, курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни.</verse>
				<verse number="2">Шӑпах ӗнтӗ ӗненнӗшӗн Турӑ пирӗн аттемӗрсене ырланӑ.</verse>
				<verse number="3">Тӗнче Турӑ сӑмахӗпе пулнине, мӗн курӑнаканни пурте курӑнманнинчен пулнине эпир ӗненнине пула пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="4">Ӗненнипе Авель Турра Каинӑннинчен юрӑхлӑрах парне кӳнӗ; ҫавӑн пек ӗненнипе Турӑ унӑн парнине кӑмӑлланӑ, ҫапла Авель тӳрӗ ҫын пулнине ҫирӗплетсе панӑ; Авель хӑй вилнӗ пулсассӑн та, вӑл ҫапла ӗненнине пула халӗ те калаҫать.</verse>
				<verse number="5">Ӗненнӗшӗн Турӑ Еноха виличченех тӳпене куҫарнӑ; ӑна вара никам та курман, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ; хӑй Турра юранине ӑна хӑйне куҫаричченех пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="6">Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла.</verse>
				<verse number="7">Курӑнмасӑр килекен асап ҫинчен хӑйне пӗлтерсен, Ной, чунтан-вартан ӗненсе, хӑй кил-йышне ҫӑлма карап хатӗрленӗ; хӑй ӗненнипе вӑл пӗтӗм тӗнчене айӑпа хӑварнӑ, хӑй вара ӗненнине кура тӳрре тухнӑ ҫын пулса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="8">Хӑйне пулас ҫӗре кайма хушнине Авраам ӗненнипе итленӗ, вара хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗрех тухса кайнӑ.</verse>
				<verse number="9">Ӗненнипех вӑл, ют ҫӗртен пырса, хӑйне пама пулнӑ ҫӗрте пурӑнма пуҫланӑ, унта Исаакпа тата Иаковпа — пама асӑннине илесскерсемпе — чатӑрта пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="10">Авраам ӗнтӗ Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="11">Ача ҫуратман Сарра та, ӗненнине пула, йывӑр ҫын пулма пултарнӑ, ватӑлса ҫитнӗскер, ача ҫуратнӑ — вӑл ӗнтӗ Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ пулнине пӗлсе тӑнӑ.</verse>
				<verse number="12">Ҫапла ӗнтӗ пӗр ҫынтанах, ватӑлса ҫитнӗскертенех, тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ этем ҫуралнӑ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав ҫынсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ. Мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илмен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ, хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫапла калакансем хӑйсем чӑн тӑван ҫӗршывне шыранине пӗлтереҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем хӑйсем тухса кайнӑ ҫӗршыва асра тытнӑ пулсан, вӗсенӗн каялла таврӑнма вӑхӑт пулнӑ;</verse>
				<verse number="16">анчах вӗсем ырӑраххине — тӳперине — шыранӑ; ҫавӑнпа Турӑ та Хӑйне вӗсенӗн Турри тесе калама вӑтанмасть: Вӑл вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.</verse>
				<verse number="17">Авраам ӗненнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне вӑл, ӗненнине пула, Исаака парнене кӳме хатӗр пулнӑ:</verse>
				<verse number="18">вӑл пӗртен-пӗр ывӑлне — хӑйне ун пирки: «санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ» тенӗ пулин те — парнене кӳнӗ.</verse>
				<verse number="19">Авраам ӗнтӗ Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилӗмрен те чӗртме пултарать тесе шухӑшланӑ, ҫавӑнпа ӑна малашнехине пӗлтерсе ывӑлне каялла панӑ.</verse>
				<verse number="20">Исаак та ӗненнӗ, Иаковпа Исава пилленӗ чухне вӑл вӗсен пуласлӑхне шанса пилленӗ.</verse>
				<verse number="21">Иаков та ӗненнӗ, хӑй вилес умӗн Иосифӑн ывӑлӗсене пилленӗ чухне вӑл, хӑйӗн туйи ҫине таянса, Турӑ умӗнче тайӑлса илнӗ.</verse>
				<verse number="22">Ӗненнине пулах Иосиф хӑй вилнӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Египетран тухасси ҫинчен астутарнӑ, хӑйӗн шӑмми-шакки пирки те каласа хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="23">Моисей ҫуралсассӑн, ӗненнипе ашшӗ-амӑшӗ ӑна виҫӗ уйӑх пытарса усранӑ; ачи питӗ илемлине курса, вӗсем патша хушӑвӗнчен те хӑраман.</verse>
				<verse number="24">Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ;</verse>
				<verse number="25">ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ;</verse>
				<verse number="26">Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ.</verse>
				<verse number="27">Ӗненнипе вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑр Египетран пӑрахса кайнӑ: Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ.</verse>
				<verse number="28">Пӗтерсе ҫӳрекен ангел Израилӗн малтан ҫуралнисене ан тивтӗр тесе, ӗненнипе, Моисей Пасха ирттернӗ, юн сирпӗтсе тухнӑ.</verse>
				<verse number="29">Ӗненнипе вӗсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ пек каҫса кайнӑ; Египет ҫыннисем вара каҫма тытӑнсан шыва путнӑ.</verse>
				<verse number="30">Израильсем, ӗненсе, Иерихон тавра ҫичӗ кунччен ҫавӑрӑнсассӑн, хӳми хӑех ишӗлсе аннӑ.</verse>
				<verse number="31">Ӗненнипе аскӑн арӑм Раав пӑхса ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, кайран вӗсене урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ, вара ӗненмен ҫынсемпе пӗрле пӗтмен.</verse>
				<verse number="32">Тата мӗн калам? Гедеонпа Варак ҫинчен, Самсонпа Иеффай ҫинчен, Давидпа Самуил ҫинчен тата ытти пророксем ҫинчен каласа парас тесессӗн, манӑн вӑхӑт та ҫитеес ҫук.</verse>
				<verse number="33">Ӗненнипе вӗсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳррипе сут туса пурӑннӑ, Турӑ пама пулнисене илнӗ, арӑслансен ҫӑварне хуптарнӑ,</verse>
				<verse number="34">хӑватлӑ вут-ҫулӑма сӳнтернӗ, ҫивӗч хӗҫрен хӑтӑлнӑ; халсӑрлӑх хыҫҫӑн вӑй илнӗ, вӑрҫӑра ҫирӗп пулнӑ, ют халӑх ҫарӗсене хӑвала-хӑвала янӑ.</verse>
				<verse number="35">Ӗненнипе хӑш-пӗр арӑмсенӗн вилнӗ ывӑлӗсем чӗрӗлсе тӑнӑ; хӑшӗсене вара асаплантарса вӗлернӗ — ырӑ пурӑнӑҫа кӗме чӗрӗлсе тӑрасшӑн, вӗсем хӑйсене асапсенчен хӑтарма та ыйтман;</verse>
				<verse number="36">хӑшӗсене мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ, сӑнчӑрланӑ, тӗрмене хупнӑ,</verse>
				<verse number="37">хӑшӗсене тата чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчӑкӑпа касса татнӑ, тискерле асаплантарнӑ, хӗҫпе касса вӗлернӗ. Тем тӗрлӗ йывӑрлӑха, хӗн-хура, хӗсӗрленине тӳснӗ, вӗсен килӗ-ҫурчӗ те пулман, ҫири тумӗ те сурӑх тирӗпе качака тирӗ ҫеҫ пулнӑ;</verse>
				<verse number="38">пӗтӗм тӗнче хӑйсен тӗшне тӑман ҫынсем пушхирсенче, тусем ҫинче, ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑннӑ.</verse>
				<verse number="39">Ҫавсем, ӗненсе чапа тухнӑскерсем, Турӑ пама пулнине пӗри те илмен-ха,</verse>
				<verse number="40">мӗншӗн тесессӗн Турӑ пирӗн валли лайӑхран лайӑх шутласа хунӑ: илес ырӑлӑх патне вӗсен пирӗнпе пӗрле ҫитмелле.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Ҫапла хамӑр тавра кӳнтеленсем пӗлӗт пек тӑруҫӑн, эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та, хамӑра такӑнтаракан ҫылӑхран хӑтӑлар та, хамӑр умӑрта яланах Иисуса — хамӑр тӗн Пуҫлӑхне, тӗне туса ҫитернӗ Иисуса — курса тӑрса, ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар. Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ, халӗ вара Туррӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енче ларать.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Халӑр пӗтесрен, чунӑр хастарлӑхӗ каясран эсир Хӑйне ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫав тӗрлӗ мӑшкӑл тунине Тӳснӗскерӗ ҫинчен шухӑшлӑр.</verse>
				<verse number="4">Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха,</verse>
				<verse number="5">эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил:</verse>
				<verse number="6">Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ сире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурса хаса парать. Ара, ашшӗ хӗнемен ача, пӗр ача та пулин, пур-и?</verse>
				<verse number="8">Ывӑлсене пурне те хаса параҫҫӗ, эхер те сире ун пек туман пулсассӑн, апла эсир тӑван ывӑлсем мар, ют ачасем пулатӑр.</verse>
				<verse number="9">Хамӑра ҫуратнӑ атте-анне пире ҫапла хаса парса вӗрентнӗшӗн эпир вӗсене хисеплетпӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулас тесе, чунӑмӑрсен Ашшӗне пирӗн тата ытларах пӑхӑнмалла мар-и?</verse>
				<verse number="10">Атте-анне пире ҫапла хӑйсен ирӗкӗпе хаса парса ҫӗр ҫинчи кӗске пурӑнӑҫ валли хатӗрлетчӗ; Турӑ вара пире усӑ парасшӑн, Вӑл пире Хӑйӗн тасалӑхне пая кӗмелле пулччӑр тесе хаса парать.</verse>
				<verse number="11">Кирек мӗнле хаса та халӗ савӑнтармасть, хурлантарать ҫеҫ, анчах та хаса курса вӗренсе ҫитнисем кайран сӑваплӑ пурӑнӑҫӑн канлӗ уссине кураҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнпа ӗнтӗ лапсӑрах кайнӑ аллӑрсене ҫӗклӗр, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫийӗрсене тӗреклӗлетӗр,</verse>
				<verse number="13">тӳрӗ ҫулпа ҫӳрӗр — уксахлакан ура пӑрӑнса ан кайтӑр, тӳрлентӗр.</verse>
				<verse number="14">Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма, таса пурӑнма тӑрӑшӑр, унсӑрӑн никам та Ҫӳлхуҫана кураймӗ.</verse>
				<verse number="15">Астӑвӑр — кам та пулин Турӑ тивлечӗсӗр тӑрса ан юлтӑр; пӗр-пӗр йӳҫӗ тымар хунав кӑларса сиен ан кӳтӗр, нумайӑшне ан ирсӗрлеттӗр;</verse>
				<verse number="16">сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫын е Исав пек усал ҫын ан пултӑр, ҫавӑ пӗрре ҫиесшӗн хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ.</verse>
				<verse number="17">Эсир пӗлетӗр: вӑл ӗнтӗ кайран пиллӗх илесшӗн пулнӑ, анчах ӑна пиллемен; куҫҫулӗпе йӗрсе йӑлӑнсан та вӑл ашшӗн кӑмӑлне ҫавӑрайман.</verse>
				<verse number="18">Эсир вут-ҫулӑмпа ялкӑшса тӑракан ту патне килмен, хура пӗлӗт патне, сӗмлӗх патне, ҫил-тӑвӑл патне килмен,</verse>
				<verse number="19">трупа сасси ҫывӑхне, калаҫакан сасӑ патне пырса тӑман; ҫав сӑмахсене илтекенсем йӑлӑнса каланӑ: «ку сӑмах пире ан илтӗнтӗрччӗ» тенӗ,</verse>
				<verse number="20">мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн хӑйсене: «тӑва сӗртӗнсен, тискер кайӑка та чулпа персе вӗлермелле е ухӑпа персе вӗлермелле» тенине тӑнламашкӑн хал та ҫитмен;</verse>
				<verse number="21">ун чухне курӑнни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, Моисей хӑй те: «эпӗ хӑраса, чӗтресе тӑратӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="22">Эсир халӗ Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Туррӑн хули патне, тӳпери Иерусалим патне пырса тӑтӑр, савӑнса тӑракан имсӗр-сумсӑр ангелсем патне,</verse>
				<verse number="23">тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ патне, пурне те сут тӑвас Турӑ патне, пӗтӗмпех ырӑ пулса ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем патне,</verse>
				<verse number="24">пире ҫӗнӗ халал урлӑ Турӑпа пӗрлештернӗ Иисус патне, Авель юнӗнчен кӑмӑллӑрах каласа тӑракан юхтарнӑ Юн патне пырса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="25">Астӑвӑр, хӑвӑра калаканран ан пӑрӑнӑр. Лешӗсем ҫӗр ҫинче Калакана итлеменшӗн те асапран хӑтӑлайман пулсан, тӳперен Калаканран пӑрӑнсассӑн вара эпир нимӗнле те хӑтӑлаймӑпӑр.</verse>
				<verse number="26">Ун чухне Унӑн сасси ҫӗре чӗтрентернӗ, халӗ Вӑл ҫапла каласа хунӑ: «тепӗр хутӗнче ҫӗре кӑна мар, тӳпене те чӗтрентерӗп» тенӗ.</verse>
				<verse number="27">«Тепӗр хутӗнче» тенӗ сӑмах кисренменни ҫеҫ юлтӑр тесе, кисренекеннине, пултарнӑскере, улӑшӑнтарнине пӗлтерет.</verse>
				<verse number="28">Ҫапла ӗнтӗ эпир кисренми патшалӑха илнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе Турра тав тӑвар, Турра мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек — Унран хӑраса, Ӑна хисеплесе — ӗҫлесе тӑрар:</verse>
				<verse number="29">пирӗн Туррӑмӑр — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр;</verse>
				<verse number="2">ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр: хӑшӗсем ангелсене ҫул ҫӳрекенсем тесе пӗлмесӗрех хӑна туса янӑ.</verse>
				<verse number="3">Тӗрмерисене — вӗсемпе пӗрле хӑвӑр та тӗрмере ларнӑ пек — асӑрта тытӑр, асап куракансене те — вӗсемпе пӗрле хӑвӑр та асап тӳснӗ пек — астуса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="4">Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр, выртан вырӑн айӑпсӑр пултӑр; ясаррисене, аскӑнчӑксене Турӑ сут тӑвать.</verse>
				<verse number="5">Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Турӑ Хӑех каланӑ: «сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа эпир хӑюллӑнах: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?» тетпӗр.</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑра вӗрентекенсене ан манӑр, вӗсем сире Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ; вӗсем епле пурӑннине, епле вилнине пӗлсе тӑрса, вӗсем ӗненнӗ пек ӗненме тӑрӑшӑр.</verse>
				<verse number="8">Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫав-ҫавах.</verse>
				<verse number="9">Тӗрлӗ вӗрентӳ, суя вӗрентни хыҫҫӑн ан кайӑр; чӗрене тивлетпе кӑна тӗреклӗлентерме пулать, ӑна мӗн ҫимеллипе мӗн ҫимелле маррине пӗлсе тӑнипе тӗреклӗлентерме ҫук, ҫавна туса никам та усӑ курман-ха.</verse>
				<verse number="10">Пирӗн хамӑрӑн парне вырӑнӗ пур, ун ҫине кӳнине кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлекенсен ҫиме ирӗк ҫук.</verse>
				<verse number="11">Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑхсен юнне илсе кӗрет, выльӑхӗсен ӳтне вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑн пекех Иисус та Хӑй Юнӗпе ҫынсене тасатмашкӑн хула хапхи тулашӗнче асапланнӑ.</verse>
				<verse number="13">Эппин, эпир те Ун патне тапӑр тулашне тухар, Вӑл курнӑ мӑшкӑла тӳсер;</verse>
				<verse number="14">пирӗн кунта ялан пурӑнас хула ҫук — эпир ҫитес ӗмӗрти хулана шыратпӑр.</verse>
				<verse number="15">Ҫапла ӗнтӗ Иисус урлӑ Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар — вӑл Туррӑн ятне мухтакансенӗн парни пултӑр.</verse>
				<verse number="16">Ырӑлӑх тума ан манӑр, пӗрне-пӗри пур тӗлӗшпе те пулӑшса тӑрӑр — Турра ҫавӑн пек парне кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="17">Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла; ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар.</verse>
				<verse number="18">Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: эпир хамӑр чунӑмӑра таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр.</verse>
				<verse number="19">Манӑн сирӗн пата часрах таврӑнмалла пултӑрччӗ, пуринчен ытла ҫавӑншӑн кӗлтума ыйтатӑп.</verse>
				<verse number="20">Канӑҫлӑх Турри — ӗмӗрлӗх халал Юнӗпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑра, сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫне, вилӗмрен чӗртсе тӑратаканӗ —</verse>
				<verse number="21">сире Хӑйӗн ирӗкӗпе кирек мӗнле ырӑ ӗҫ валли те хатӗрлесе ҫитертӗр, Иисус Христос урлӑ Вӑл сире Хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тутарса тӑтӑр; Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр! Аминь.</verse>
				<verse number="22">Эй тӑванӑмсем, сире тархаслатӑп: ҫак ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсене йышӑнӑр эсир; ҫырасса та эпӗ сире нумай та ҫырмарӑм.</verse>
				<verse number="23">Пӗлӗр ӗнтӗ: пирӗн Тимофей тӑванӑмӑра ирӗке кӑларнӑ; вӑл кӗҫех килес пулсассӑн, эпӗ те унпа пӗрле сире пырса курӑп.</verse>
				<verse number="24">Хӑвӑра вӗрентекенсене тата сӑваплӑ ҫынсене пурне те салам калӑр. Италирисем сире салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="25">Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="59">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Турӑ чури, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа чури Иаков саланса пурӑнакан вуникӗ йӑха савӑнӑҫ сунать.</verse>
				<verse number="2">Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр —</verse>
				<verse number="3">хӑвӑр мӗнле ӗненнине сӑнани-тӗрӗслени сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр;</verse>
				<verse number="4">пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла.</verse>
				<verse number="5">Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ.</verse>
				<verse number="6">Анчах та ӗненсе ыйттӑр, пӗртте ан иккӗлентӗр: иккӗленекен вӑл ҫил ҫӗклентерсе, ҫилех салатса яракан тинӗс хумӗ евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="7">Ун пек ҫын Ҫӳлхуҫаран мӗн те пулин илӗп тесе ан шухӑшлатӑр.</verse>
				<verse number="8">Иккӗллӗ шухӑшлакан ҫын пур тӗлӗшрен те тӗрексӗр.</verse>
				<verse number="9">Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр;</verse>
				<verse number="10">пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ:</verse>
				<verse number="11">хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.</verse>
				<verse number="12">Сӑнанине-тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ: сӑнани витӗр тухсассӑн, Турӑ ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.</verse>
				<verse number="13">Асап курнӑ чухне никам та: «мана Турӑ ҫапла сӑнать» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть.</verse>
				<verse number="14">Кирек кам та хӑй ӳчӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн кайса улталаннипе асап курать;</verse>
				<verse number="15">ӳт асма пуҫлать те ҫылӑха кӗртет, тунӑ ҫылӑхран вилӗм пуҫланать.</verse>
				<verse number="16">Эй савнӑ тӑванӑмсем, ан улталанӑр.</verse>
				<verse number="17">Мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та ҫӳлтен, ҫутӑ Ашшӗнчен анать; Унӑн улӑшӑнасси е кӑштах та пулин урӑх тӗрлӗ пуласси ҫук.</verse>
				<verse number="18">Вӑл кӑмӑл тунӑ та, Хӑй пултарнӑ этемсем хушшинче малтанхисем пулччӑр тесе, пире чӑн сӑмахпа ҫӗнӗрен ҫуратнӑ.</verse>
				<verse number="19">Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр:</verse>
				<verse number="20">ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть.</verse>
				<verse number="21">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗтӗм тасамарлӑхран тата юлашки усаллӑхран хӑпса, хӑвӑр чунӑра ҫӑлма пултаракан, хӑвӑра вӗрентекен сӑмаха йӑвашланса хапӑл илӗр.</verse>
				<verse number="22">Вӗрентнине туса тӑракансем пулӑр, хӑвӑра хӑвӑр улталаса сӑмаха итлесе тӑракансем анчах ан пулӑр.</verse>
				<verse number="23">Сӑмаха итлекен, анчах ӑна пурӑнӑҫламан ҫын хӑйӗн тӗкӗр ҫинчи питне-куҫне тишкерсе пӑхакан ҫын евӗрлӗ:</verse>
				<verse number="24">вӑл хӑй ҫине пӑхса илчӗ те — пӑрӑнчӗ, хӑй еплине ҫавӑн чухнех манса кайрӗ.</verse>
				<verse number="25">Чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна, ӑнласа илсе унпа пурӑнакан вара хӑй ӗҫӗпе телейлӗ пулӗ: вӑл мӗн илтнине манаканӗ мар, ӑна туса тӑраканӗ пулать.</verse>
				<verse number="26">Сирӗнтен хӑшӗ те пулин хӑйне хӑй ырӑ пурӑнӑҫлӑ ҫын вырӑнне хурать пулсан, анчах хӑй чӗлхине чармасть пулсан, унӑн ырӑ пурӑнӑҫӗ ниме те тӑмасть, вӑл хӑйне улталать ҫеҫ.</verse>
				<verse number="27">Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑрсан, тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен сыхланса тӑрсан, ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем! сирӗн — хамӑрӑн мухтавлӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсен — ҫынсене камне кура уйӑрасси ан пултӑр.</verse>
				<verse number="2">Эсир пуҫтарӑннӑ ҫӗре ылтӑн ҫӗрӗллӗ, чаплӑ тумланнӑ ҫын пырса кӗрсен, ҫавӑнтах тата начар тумланнӑ чухӑн пырса кӗрсен,</verse>
				<verse number="3">чаплӑ тумланни ҫине пӑхса, эсир ӑна: «кунта лар, кунта лайӑхрах» тесен, чухӑннине вара: «эсӗ лере тӑр» е «ҫакӑнта, ман ура вӗҫне лар» тесен,</verse>
				<verse number="4">сирӗн сӑмахӑр ҫынна тиркесе калаҫни пулмасть-и вара? эсир усал кӑмӑллӑ тӳресем пулса тӑмастӑр-и?</verse>
				<verse number="5">Эй савнӑ тӑванӑмсем, итлӗр-ха! ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн, Хӑйне юратакансене асӑннӑ Патшалӑха кӗртмешкӗн Турӑ тӗнчери чухӑн ҫынсене суйласа илмен-и-ха?</verse>
				<verse number="6">Эсир вара чухӑн ҫынна тиркерӗр. Сире пуянсемех хӗсӗрлемеҫҫӗ-и-ха? сута та сире ҫавсемех сӗтӗре-сӗтӗре каймаҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="7">Хӑвӑра панӑ ырӑ ята вӗсемех хурламаҫҫӗ-и?</verse>
				<verse number="8">Эсир чӑн аслӑ саккуна, Ҫырура «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнине, пурӑнӑҫласа тӑратӑр пулсан, аван тӑватӑр.</verse>
				<verse number="9">Анчах ҫынсене камне кура уйӑратӑр пулсан, ҫылӑха кӗретӗр, саккун умӗнче те айӑплӑ пулатӑр.</verse>
				<verse number="10">Кам та пулин пӗтӗм саккуна пурӑнӑҫласа тӑруҫӑн пӗр ӗҫпе ҫеҫ ҫылӑха кӗрсен, вӑл пур тӗлӗшрен те айӑплӑ пулать.</verse>
				<verse number="11">«Аскӑнланса ан ҫӳре» тесе Калаканах «ан вӗлер» тесе те каланӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ аскӑнланса ҫӳремесен те, анчах ҫын вӗлерсен, саккуна пӑсакан пулатӑн.</verse>
				<verse number="12">Сире ирӗке кӑларакан саккун тӑрӑх сут тӑвӗҫ, эсир ҫавӑнтан чухласа калаҫӑр, ҫавна шута илсе пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="13">Хӗрхенмен ҫынна сутра хӗрхенӳ пулмӗ; хӗрхенни сутран вӑйлӑрах.</verse>
				<verse number="14">Эй тӑванӑмсем, кам та пулин: «ӗненетӗп» тесессӗн, хӑйӗн ырӑ ӗҫӗ пулмасан мӗн усси? унашкал ӗненни ҫӑлайӗ-и ӑна?</verse>
				<verse number="15">Тӑванӑр ҫарамас пулсан, унӑн кун каҫмалӑх ҫими те пулмасан,</verse>
				<verse number="16">эсир хӑшӗ те пулин ӑна: «лӑпланса каях, ӑшӑн, апатлан» тесен, анчах ӑна мӗн кирлине памасан, унӑн сӑмахӗнчен мӗн усси?</verse>
				<verse number="17">Ӗненӳ те ҫавӑн пекех: ырӑ ӗҫсемсӗр пӗр ӗненӳ хӑй ҫеҫ — вилӗпе пӗрех.</verse>
				<verse number="18">Тен, кам та пулин калӗ: «эсӗ ӗненетӗн, эпӗ ырӑ ӗҫсем тӑватӑп; ху ӗненнине ырӑ ӗҫӳсемсӗр кӑтарт-ха мана, хам ӗненнине эпӗ сана ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп» тейӗ.</verse>
				<verse number="19">Эсӗ Турӑ пӗрре тесе ӗненетӗн, тӗрӗс тӑватӑн; шуйттансем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="20">Эй ҫӑмӑлттай этем! ырӑ ӗҫсӗр ӗненӳ усӑсӑр; эсӗ ҫавна пӗлесшӑн мар-и?</verse>
				<verse number="21">Авраам аттемӗр хӑйӗн Исаак ывӑлне парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара?</verse>
				<verse number="22">Куратӑн-и, ӗненни унӑн ӗҫне ӑнтарса пынӑ, вӑл ӗненни ӗҫӗсем урлӑ вӑй илсе ҫитнӗ.</verse>
				<verse number="23">Ҫапла вара Ҫырура: «Авраам Турра ӗненсе пурӑннӑ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ» тесе ҫырнӑ сӑмахсем вырӑна килнӗ. Ҫавӑнпа ӑна «Турӑ тусӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="24">Куратӑр-и ӗнтӗ: ҫын ӗненнипе анчах тӳрре тухаймасть, ырӑ ӗҫ туса тӳрре тухать.</verse>
				<verse number="25">Ҫавӑн пекех аскӑн арӑм Раав та ҫӗр тишкерсе ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, вӗсене урӑх ҫулпа кӑларса янӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара?</verse>
				<verse number="26">Чун пулмасан ӳт вилет, ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй тӑванӑмсем! пире, вӗрентекенсене, ытларах айӑплӗҫ, ҫакна пӗлсе пурсӑр та вӗрентекен пулма ан тӑрӑшӑр:</verse>
				<verse number="2">эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр. Сӑмахпа ҫылӑха кӗмен ҫын — пур тӗлӗшрен те ырӑ ҫын, вӑл пӗтӗм ӳтне те чарма пултарать.</verse>
				<verse number="3">Акӑ эпир лашана хамӑра итлеттерес тесе ҫӑварлӑхлатпӑр та унӑн пӗтӗм тӑлпӑвне хамӑра пӑхӑнтаратпӑр.</verse>
				<verse number="4">Акӑ тата карапа та — вӑл темӗн пек пысӑк пулсан та, ӑна темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ ҫил хӑваласассӑн та — хӳре тытса пыракан ҫын пӗчӗкҫеҫҫӗ хӳрепех хӑй ӑҫталла каяс тенӗ, ҫавӑнталла ярать.</verse>
				<verse number="5">Чӗлхе те ҫавӑн пекех: хӑй пӗчӗкҫеҫҫӗ пулсах нумай ӗҫ тӑвать. Асту-ха, пӗчӗкҫеҫҫӗ хӗлхемех мӗн чухлӗ япалана ҫунтарса ярать;</verse>
				<verse number="6">чӗлхе те — вут-ҫулӑм, суя сӑмах тӗнчи; пирӗн ӳтре ытти пайсем хушшине вырӑнаҫнӑскер, вӑл пӗтӗм ӳте ирсӗрлетет, пурӑнан пурӑнӑҫа ҫунтарса тӑрать, хӑйне вара тамӑк вучӗ хӗртсе тӑрать.</verse>
				<verse number="7">Этем тӗрлӗ тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисене, тинӗс чӗрчунӗсене пӑхӑнтарма пултарать, пӑхӑнтарнӑ та ӗнтӗ,</verse>
				<verse number="8">чӗлхене вара пӗр этем те пӑхӑнтарма-чарма пултараймасть: вӑл — тытса чарайми усаллӑх; унра — вӗлерекен наркӑмӑш туп-тулли.</verse>
				<verse number="9">Эпир чӗлхепе Турра, Аттемӗре, мухтатпӑр, Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ этеме те чӗлхепех ылханатпӑр;</verse>
				<verse number="10">мухтасси те, ылханасси те ҫав чӗлхе-ҫӑвартанах тухать. Эй тӑванӑмсем, апла пулмалла мар вӑл.</verse>
				<verse number="11">Пӗр ҫӑлкуҫӗнченех тутлӑ шыв та, йӳҫӗ шыв та юхать-и?</verse>
				<verse number="12">Эй тӑванӑмсем, смоква йывӑҫӗ ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗнтереймест; иҫӗм йывӑҫӗ те смоква ҫимӗҫне тӑваймасть; ҫавӑн пекех пӗр ҫӑлтанах тӑварлӑ шыв та, тутлӑ шыв та юхса выртаймасть.</verse>
				<verse number="13">Сирӗн хушшӑрта кам ӑслӑ, тӑнлӑ-пуҫлӑ? ҫакна вӑл хӑйӗн ырӑ пурӑнӑҫӗпе, ӑслӑлӑха тивӗҫлӗ йӑвашлӑхпа тунӑ ӗҫӗпе кӑтарттӑр.</verse>
				<verse number="14">Хӑвӑр ӑшӑрта кураймасӑр кӗвӗҫсе-хирӗлсе тӑратӑр пулсан, ан мухтанӑр, чӑнлӑх ҫинчен ан суеҫтерӗр:</verse>
				<verse number="15">ку вӑл — ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх мар, ҫӗр ҫинчи ӑс, пурӑнӑҫ ӑсӗ, шуйттан ӑсӗ;</verse>
				<verse number="16">кураймасӑр хирӗлсе тӑнӑ ҫӗрте йӗрке ҫук, пӗр усалли анчах.</verse>
				<verse number="17">Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ, сӑпайлӑ, кӳнтем, вӑл питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть.</verse>
				<verse number="18">Килӗштерсе пурӑнакансем акакан вӑрлӑхран тӗнчере тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗ ӳсет.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Тӑшманлӑ тӑрасси, харкашса пурӑнасси ӑҫтан тухать сирӗн? ӳтӗр, кӑмӑлӑр алхаснипе мар-и ҫакӑ?</verse>
				<verse number="2">Ӗмӗтленетӗр — илейместӗр; вӗлеретӗр, ӑмсанатӑр — пӗрех илейместӗр; тавлашатӑр, тӑшманлӑ тӑратӑр — илейместӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир ыйтмастӑр.</verse>
				<verse number="3">Ыйтсассӑн та илейместӗр, мӗншӗн тесессӗн ырӑ тума ыйтмастӑр, киленсе пурӑнасшӑн ыйтатӑр.</verse>
				<verse number="4">Эй аскӑн арҫынсем, аскӑн хӗрарӑмсем! тӗнчепе туслашни Турра хирӗҫ пыни пулнине пӗлместӗр-им? Ҫавӑнпа кам тӗнче тусӗ пулас тет, вӑл Турӑ тӑшманӗ пулса тӑрать.</verse>
				<verse number="5">Е эсир Ҫырура: «пирӗн ӑша вырӑнаҫнӑ Сывлӑш пире Турра юраттарасшӑн» тесе каланине пушӑ сӑмах тетӗр-им?</verse>
				<verse number="6">Ҫавна кура Турӑ пысӑк тивлет парать; ҫавӑнпа каланӑ та: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑвашшисене тивлет парать» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Эппин, Турра пӑхӑнӑр, шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ.</verse>
				<verse number="8">Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ; эй ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑра ҫӑвӑр, эй икӗ питлисем, чӗрӗре тасатӑр!</verse>
				<verse number="9">Татӑлса хуйхӑрӑр, куҫҫулӗ тӑкӑр, уласа йӗрӗр; кулас вырӑнне макӑрӑр, савӑнас вырӑнне кулянӑр.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланӑр, вара сире асла кӑларӗ.</verse>
				<verse number="11">Эй тӑвансем, пӗр-пӗрне усал сӑмах ан калӑр: кам хӑй тӑванне усал сӑмахпа хӑртать е хӑй тӑванӗ ҫинчен ҫисе калаҫать, вӑл саккуна хурлать, саккуна айӑпласа калаҫать; эсӗ саккуна айӑплатӑн пулсан, саккуна пурӑнӑҫласа тӑраканӗ мар, саккуна тиркекенӗ пулатӑн.</verse>
				<verse number="12">Саккун Параканӗ те, Тӳре те — пӗрре анчах, Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать; эсӗ, ыттисене айӑплаканӗ, кам вара?</verse>
				<verse number="13">«Паян е ыран ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та унта пӗр ҫулталӑк пурӑнӑпӑр, суту-илӳ тӑвӑпӑр, услам илсе тӑрӑпӑр» теекенсем, халӗ ӗнтӗ эсир итлӗр!</verse>
				<verse number="14">Эсир ыран мӗн пуласса та пӗлместӗр; сирӗн пурӑнӑҫӑр мӗн вӑл? пӗр самант курӑнакан, унтан куҫран ҫухалакан пӑс вӑл.</verse>
				<verse number="15">«Ҫӳлхуҫа пӳрсен, сывӑ пулсан ҫавна тӑвӑпӑр е кӑна тӑвӑпӑр» теес вырӑнне</verse>
				<verse number="16">хӑвӑр мӑнкӑмӑллӑ пирки эсир мухтанатӑр: кирек мӗнле мухтанни те — усал ӗҫ.</verse>
				<verse number="17">Ҫавӑнпа ӗнтӗ, мӗнле ырӑ тумаллине пӗлсех ӑна тумасӑр хӑваракана ҫылӑх пулӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эй пуянсем, ӗнтӗ эсир итлӗр! хӑвӑр ҫийӗре килес йывӑр асапсем пирки куҫҫулӗ тӑкӑр, уласа йӗрӗр.</verse>
				<verse number="2">Сирӗн пурлӑхӑр ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумӑра кӗве ҫисе янӑ;</verse>
				<verse number="3">сирӗн ылтӑнӑр, кӗмӗлӗр тутӑхса пӗтнӗ, ҫав тутӑх сире тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ, сирӗн ӳтӗре вут пек ҫисе ярӗ — эсир хӑвӑршӑн юлашки кунсем валли мул пухрӑр.</verse>
				<verse number="4">Акӑ сирӗн анӑрсене вырса панӑ ӗҫлевҫӗсенчен тытса юлнӑ укҫа кӑшкӑрса тӑрать, выракансем йынӑшни Саваоф Ҫӳлхуҫа хӑлхине кӗрет.</verse>
				<verse number="5">Эсир ҫӗр ҫинче ытла та сарӑлса, киленсе пурӑнтӑр; пусма хатӗрленӗ пек, чӗрӗре самӑрлатса ятӑр.</verse>
				<verse number="6">Эсир тӳрӗ ҫынна, хӑвӑра хирӗҫ пыманскерех, айӑпласа вӗлертӗр.</verse>
				<verse number="7">Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа киличчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулса пурӑнӑр. Акӑ ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗртен хаклӑ ҫимӗҫ кӗтет, малтанхи ҫумӑрпа кайранхи ҫумӑр пуличченех уншӑн вӑрахчен тӳссе тӑрать.</verse>
				<verse number="8">Эсир те вӑрахчен тӳсӗр, чӗрӗре тӗреклӗлентерӗр: Ҫӳлхуҫа килесси ҫывӑхарса килет.</verse>
				<verse number="9">Эй тӑвансем, айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелӗр: акӑ Тӳре алӑк умӗнчех тӑрать.</verse>
				<verse number="10">Эй тӑванӑмсем, йывӑр асапа чӑтмашкӑн, вӑрах тӳсӗмлӗ пулмашкӑн Ҫӳлхуҫа ятӗнчен калаҫнӑ пророксенчен курса вӗренӗр.</verse>
				<verse number="11">Акӑ эпир тӳссе пурӑннӑ ҫынсене мухтатпӑр. Эсир Иов тӳсни ҫинчен илтнӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна юлашкинчен мӗн тунине пӗлетӗр: Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="12">Эй тӑванӑмсем, пуринчен ытла тӳпепе ҫӗре асӑнса тупа ан тӑвӑр, мӗне те пулин урӑххине асӑнса та тупа ан тӑвӑр; айӑпа юлас мар тесен, сирӗн «ҫапла, ҫапла», «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр.</verse>
				<verse number="13">Сирӗнтен кам та пулин йывӑр асап курать пулсан, кӗлтутӑр; кам та пулин савӑнӑҫлӑ пулсан, псалом юрлатӑр.</verse>
				<verse number="14">Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнсе килтертӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр.</verse>
				<verse number="15">Ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна сыватса тӑратӗ; вӑл ҫылӑха кӗнӗ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Сывалас тесессӗн ҫылӑхӑрсене пӗрне-пӗри каласа парӑр, пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр: тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать.</verse>
				<verse number="17">Илия пирӗн пек ҫынах пулнӑ; вӑл ҫумӑр ан ҫутӑр тесе тархасласа кӗлтунӑ та — ҫӗр ҫинче виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх ҫумӑр пулман.</verse>
				<verse number="18">Унтан татах кӗлтунӑ та — тӳпе ҫумӑр панӑ, ҫӗр те ҫимӗҫне ӳстернӗ.</verse>
				<verse number="19">Эй тӑванӑмсем! сирӗнтен хӑшӗ те пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, ӑна кам та пулин каялла ҫавӑрсан,</verse>
				<verse number="20">ҫавӑ вара пӗлсех тӑтӑр: ҫылӑхлӑ ҫынна йӑнӑш ҫул ҫинчен каялла ҫавӑраканӗ чуна вилӗмрен хӑтарать, хӑйӗн те темӗн чухлӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнать.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="60">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иисус Христос апостолӗ Петр — ют ҫӗре килсе Понтра, Галатире, Каппадокире, Асийӑра, Вифинире саланса пурӑнакансене, малтанах пӗлсе тӑракан Атте Турӑ, вӗсем Сывлӑш урлӑ Иисус Христоса пӑхӑнакан пулччӑр, Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе суйласа илнисене: сирӗн тивлетпе канӑҫлӑх ӳссех пытӑр!</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ! Хӑй нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран, Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни урлӑ Вӑл пире ҫӗнӗрен ҫуратса хамӑр валли тӳпере упранса тӑракан ҫӗрми, таса, иксӗлми еткер илессине иккӗленмесӗр шанса тӑма панӑ.</verse>
				<verse number="4"></verse>
				<verse number="5">Хӑвӑр ӗненнине кура сире — ӗнтӗ юлашки вӑхӑтра килме хатӗр тӑракан ҫӑлӑнӑҫа илмешкӗн — Турӑ вӑйӗ сыхласа усрать.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑншӑн савӑнӑр, кирлӗ пулсан, халӗ пӗр вӑхӑт кӑштах асап тӳсмелле пулсассӑн — тӳсӗр.</verse>
				<verse number="7">Ылтӑна вут-ҫулӑмпа тӗрӗсленӗ евӗр, эсир чӑн-чӑн ӗненни, — ку ӗнтӗ тем тӗрлӗ паха та, анчах пӗтес ылтӑнран хаклӑрах, — йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерсен курӑнать, Иисус Христос килес кун ҫакӑ вара мухтава, чыса, хисепе тивӗҫлӗ пултӑрччӗ.</verse>
				<verse number="8">Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр, мухтавлӑ та калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа савӑнатӑр;</verse>
				<verse number="9">ҫапла ӗненсе юлашкинчен чунӑршӑн ҫӑлӑнӑҫ тупатӑр.</verse>
				<verse number="10">Сирӗн валли хатӗрленӗ тивлет ҫинчен малтанах каласа тӑнӑ пророксем ҫав ҫӑлӑнӑҫа шыранӑ, ҫавна пӗлсе ҫитме тӑрӑшнӑ;</verse>
				<verse number="11">хӑйсенӗн ӑшӗнчи Христос Сывлӑшӗ вӗсене Христос асапланасси ҫинчен, асапланнӑ хыҫҫӑн мухтава тухасси ҫинчен каласа тӑнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫав Сывлӑш хӑш вӑхӑт ҫинчен, мӗнле вӑхӑт ҫинчен пӗлтернине чухласа илесшӗн пулнӑ;</verse>
				<verse number="12">вӗсемшӗн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн ӗҫленӗ, вӗсенӗн сӑмахӗсем те — ҫӳлтен янӑ Таса Сывлӑш халӗ сире Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем урлӑ каланӑ сӑмахсем — сирӗн валли пулнӑ; ҫав пӗлми ӗҫе ангелсем те пӗлесшӗн тӗмсӗлеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="13">Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӑр пилӗкне ҫыхса сыхӑ тӑрса, Иисус Христос килсен хӑвӑра парас тивлете ҫирӗп шанса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="14">Кӳнтем ачасем пек пулӑр, ӗлӗкхи пек, хӑвӑр пӗлмен чухнехи пек, ӳт хыҫҫӑн ан кайӑр;</verse>
				<verse number="15">хӑвӑра чӗнсе илнӗ Туррӑн тасалӑхне кура пур ӗҫре те таса пулӑр.</verse>
				<verse number="16">Ҫырура: «Эпӗ таса, эсир те таса пулӑр» тенӗ.</verse>
				<verse number="17">Пурне те ӗҫӗсене кура тӗрӗссипе сут Тӑвакана эсир Атте теетӗр пулсассӑн, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӗре хӑраса пурӑнса ирттерӗр;</verse>
				<verse number="18">хӑвӑр пӗлетӗр: аҫӑрсенчен юлнӑ хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫран сире тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе хӑтарман,</verse>
				<verse number="19">пӗр айӑпсӑр, тап-таса Путек пек пулнӑ Христосӑн хаклӑ Юнӗпе хӑтарнӑ.</verse>
				<verse number="20">Ӑна ҫакӑн валли тӗнчене пултаричченех палӑртса хунӑ, килессе Вӑл юлашки вӑхӑтра тин сирӗншӗн, Хӑй урлӑ Турра — Хӑйне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Хӑйне мухтава кӑларнӑ Турра — ӗненекенсемшӗн килнӗ, Турра ӗненччӗр, Ӑна шанса тӑччӑр тенӗ.</verse>
				<verse number="21"></verse>
				<verse number="22">Тӑвана чунтан юратса тӑмашкӑн чунӑра Сывлӑш урлӑ чӑнлӑха пӑхӑнса тасатӑр, пӗр-пӗрне яланах таса кӑмӑлпа юратса пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="23">Ҫӗнӗрен сире ҫӗрекен вӑрлӑхран ҫуратман, ҫӗрми вӑрлӑхпа — ӗмӗр тӑракан чӗрӗ Турӑ сӑмахӗпе — ҫӗнетсе ҫуратнӑ.</verse>
				<verse number="24">Чӑнах та: кирек хӑш этем те — курӑк пек, унӑн кирек епле чапӗ те — курӑк чечекӗ пек: курӑкӗ шанать те — тӑкӑнать чечекӗ.</verse>
				<verse number="25">Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать. Ҫав сӑмах — сире пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар ӗнтӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пур тӗрлӗ усаллӑха, пур тӗрлӗ чеелӗхе, икӗпитлӗхе, ӑмсанассине, тӗрлӗ усал сӑмах калассине пӑрахӑр,</verse>
				<verse number="2">тин ҫуралнӑ ачасем пек таса сӑмах сӗтне юратӑр, унпа тӑранса, ӳссе ҫитӗнсе ҫӑлӑнӑр:</verse>
				<verse number="3">Ҫӳлхуҫа ырӑ иккенне эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӑл — ҫынсем тиркенӗ, анчах Турӑ суйласа илнӗ чӗрӗ, хаклӑ чул; Ун патне пырса,</verse>
				<verse number="5">хӑвӑр та чӗрӗ чул пулса, хӑвӑртан тап-таса ҫурт туса хурӑр, ҫапла Иисус Христос урлӑ Турӑ кӑмӑлне килекен сӑваплӑ парнесем кӳрсе тӑма таса священниксем пулӑр.</verse>
				<verse number="6">Ҫырура ҫапла каланӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне кӗтеслӗх чул — суйласа илнӗ, хаклӑран та хаклӑ чул — хуратӑп, Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="7">Ҫапла ӗнтӗ Вӑл сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, — хаклӑран та хаклӑ, ӗненменнисемшӗн вара — ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул, анчах кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул;</verse>
				<verse number="8">вӑл тата такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ. Вӗсем сӑмаха ӗненмен пирки ҫав чула такӑнаҫҫӗ — вӗсене ҫавна курма хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="9">Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире;</verse>
				<verse number="10">ӗлӗк эсир халӑх та марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр; ӗлӗк сире каҫарманччӗ, халӗ сире каҫарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Эй савнӑ тӑванӑмсем! сире эпӗ ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем вырӑнне хурса тархаслатӑп: чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр,</verse>
				<verse number="12">суя тӗнлисем хушшинче ырӑ ӗҫ туса пурӑнӑр, вара вӗсем халӗ сире усал ҫынсем вырӑнне хурса хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтавлӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх;</verse>
				<verse number="14">аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, вӗсене патша усал тӑвакансене хаса пама, ырӑ тӑвакансене хаваслантарма ярать,</verse>
				<verse number="15">мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫавӑн пек: ӑссӑр ҫынсенӗн пӗлмесӗр калаҫакан чӗлхине Вӑл пире ырӑ ӗҫ туса чарма хушнӑ;</verse>
				<verse number="16">эпир, ирӗке тухнисем, ирӗк пуррипе усала тӳрре кӑларакан ҫынсем мар, эпир — Турӑ чурисем.</verse>
				<verse number="17">Пурне те хисеплӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, Турӑран хӑраса тӑрӑр, патшана хисеплӗр.</verse>
				<verse number="18">Эй тарҫӑсем, хуҫӑрсене темӗн тӗрлӗ хӑраса пӑхӑнса тӑрӑр, ыррисемпе йӑвашшисене ҫеҫ мар, хаяррисене те пӑхӑнӑр.</verse>
				<verse number="19">Айӑпсӑр ҫӗртенех асап курса, Турӑ ҫинчен шухӑшласа хуйхӑ-суйхӑ тӳссе ирттерни Турра кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="20">Усал ӗҫ тунӑшӑн хӗненине тӳсетӗр пулсассӑн, уншӑн мӗн мухтамалли пур? Хӑвӑр ырӑ тусассӑн та хӗн курса тӳсетӗр пулсассӑн, ҫакӑ вӑл Турра кӑмӑллӑ.</verse>
				<verse number="21">Сире тӳссе пурӑнма чӗннӗ; || Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ.</verse>
				<verse number="22">Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухман;</verse>
				<verse number="23">Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ;</verse>
				<verse number="24">пире ҫылӑхран хӑтарса тӳрӗ пурӑнтарасшӑн, пирӗн ҫылӑхсене Вӑл Хӑйӗн ӳчӗпе йывӑҫ ҫине Хӑй ҫӗкленӗ: эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.</verse>
				<verse number="25">Эсир аташса ҫӳрекен сурӑхсем пек пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Кӗтӳҫӗ патне, чунӑра Сыхлаканӗ патне таврӑнтӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр.</verse>
				<verse number="2"></verse>
				<verse number="3">Эсир ҫӳҫӗре ҫивӗтлесе, ылтӑн эреш ҫакса е хӳхӗм тумланса тулашӗнчен ҫеҫ илемлӗ пулма ан тӑрӑшӑр;</verse>
				<verse number="4">хирӗҫ чӗнмесӗр тӑрса, йӑваш кӑмӑллӑ пулса чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан пӗтес ҫук илемпе илемленӗр — Турӑ умӗнче ҫавӑ хаклӑ.</verse>
				<verse number="5">Турра шанса пурӑннӑ сӑваплӑ хӗрарӑмсем ӗлӗк те упӑшкисене пӑхӑнса ҫапла хӑйсене илем кӳрсе тӑнӑ;</verse>
				<verse number="6">Сарра та ҫапла Авраама «хуҫамӑм» тесе пӑхӑнса пурӑннӑ. Ырӑ тӑватӑр пулсассӑн, нимӗнрен те хӑрамастӑр пулсассӑн, эсир Сарра хӗрӗсем пулатӑр.</verse>
				<verse number="7">Эй арсем, эсир те арӑмӑрсене, черченкӗ савӑт-сапана тыткаланӑ пек, ырӑ ӑспа пӑхса усрӑр; вӗсем те хӑвӑрпа пӗрле ырӑлӑхлӑ пурӑнӑҫа кӗрессине пӗлсе, вӗсене хисеп тӑвӑр, кӗлтунӑ чухне вара сире нимӗн те кансӗрлемӗ.</verse>
				<verse number="8">Унтан тата пурсӑр та пӗр шухӑшлӑ пулӑр, ҫын асапне ҫӗклӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр;</verse>
				<verse number="9">усал тунӑшӑн усалпа, вӑрҫнӑшӑн вӑрҫса ан тавӑрӑр; апла тума мар, хӑвӑра пиллӗх илме чӗннине пӗлсе, пиллӗх парӑр.</verse>
				<verse number="10">Телейлӗ пурӑнас теекен, ырӑ кунҫул курас теекен чӗлхине усал сӑмах каласран, чӗлхи-ҫӑварне ултавлӑ сӑмахран чарса тӑтӑр.</verse>
				<verse number="11">Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ тутӑр; килӗштерме тӑрӑштӑр, ҫавӑн енне туртӑнтӑр;</verse>
				<verse number="12">Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче; анчах Ҫӳлхуҫа сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн.</verse>
				<verse number="13">Эсир ырӑшӑн тӑрӑшакансем пулсан, сире кам усал тӑвӗ?</verse>
				<verse number="14">Тӳрӗлӗхшӗн асап та куратӑр пулсан, эсир вара телейлӗ; вӗсем хӑратнинчен ан хӑрӑр, ан шикленӗр.</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе пурӑнӑр; хӑвӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен ыйтса тӗпчекене кирек кама та ӑшшӑн, йӑвашшӑн каласа пама ялан хатӗр тӑрӑр;</verse>
				<verse number="16">ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр, эсир Христоса ӗненсе ырӑ пурӑннине хурлакан ҫынсем сире усал ҫынсем вырӑнне картса хӑртнӑшӑн намӑса юлччӑр.</verse>
				<verse number="17">Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах;</verse>
				<verse number="18">пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе,</verse>
				<verse number="19">ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.</verse>
				<verse number="20"></verse>
				<verse number="21">Ҫав шыв — шыва кӗрсе тӗне кӗнин сӑнарӗ; халӗ те эпир тӗне кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр; шыва-тӗне кӗни вӑл — вараланнӑ ӳте ҫуса тасатни мар, Турӑ умӗнче таса чун-чӗрепе пурӑнма сӑмах пани; ҫак ҫӑлӑнӑҫ Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни урлӑ килет.</verse>
				<verse number="22">Вӑл ӗнтӗ тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енче ларать, Ӑна ангелсем, пуҫлӑхсем, хӑватсем пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Христос пирӗншӗн ӳчӗпе асапланнӑ, эсир те ҫав шухӑша тытӑр: ӳчӗпе асапланакан ҫылӑха кӗме чарӑнать;</verse>
				<verse number="2">ӳтпе пурӑнас юлашки вӑхӑтне вӑл вара этем кӑмӑлӗн еккипе пурӑнасшӑн мар, Турӑ хушнӑ пек пурӑнасшӑн.</verse>
				<verse number="3">Ку таранччен суя тӗнлисем пек пурӑнса ҫитӗ сире, эсир ирсӗрленсе, арҫынпа, выльӑхпа, шухӑшпа аскӑн ӗҫ туса, ӗҫке ярӑнса, ытлашши ӗҫсе-ҫисе, ухмахланса, йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнтӑр;</verse>
				<verse number="4">ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем халӗ эсир хӑйсемпе пӗрле асма хутшӑнманнинчен тӗлӗнеҫҫӗ, сире хӑртаҫҫӗ;</verse>
				<verse number="5">чӗррисене те, вилнисене те кӗҫех сут тума хатӗр тӑракан Тӳре умӗнче вӗсем явап тытӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа вилнисене те, этем халлӗн ӳтпе ҫылӑха кӗнӗшӗн сут тунӑ хыҫҫӑн Турӑ ирӗкӗпе пурӑнччӑр тесе, Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.</verse>
				<verse number="7">Пурте пӗтесси ҫывӑх ӗнтӗ. Ҫавӑнпа ырӑ ӑслӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.</verse>
				<verse number="8">Пуринчен ытла пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр: юратни нумай ҫылӑха каҫарать.</verse>
				<verse number="9">Ҫул ҫӳрекенсене пӗр ӳпкелемесӗр хапӑл пулӑр.</verse>
				<verse number="10">Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе тӗрӗс усӑ курса, хӑвӑра мӗн панипе пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="11">Кам та пулин вӗрентет пулсан, вӑл Турӑ сӑмахне каланӑ пек калатӑр; кам та пулин пулӑшать пулсан, вӑл Турӑ панӑ халӗпе пулӑштӑр; пур ӗҫре те Иисус Христос урлӑ Турӑ мухтава тухтӑр; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ! Аминь.</verse>
				<verse number="12">Эй савнӑ тӑванӑмсем! хӑвӑра сӑнасшӑн янӑ ҫунтаракан асапа нехекрен ҫакланчӗ пире тесе ан калӑр;</verse>
				<verse number="13">Христос асапӗсене курмалла пулнӑшӑн савӑнӑр, вара Унӑн мухтавӗ килнӗ чухне эсир савӑнатӑр, хӗпӗртенетӗр.</verse>
				<verse number="14">Христос ячӗшӗн сире хӑртаҫҫӗ пулсассӑн, эсир телейлӗ: сирӗнпе пӗрле — мухтавлӑ Сывлӑш, Турӑ Сывлӑшӗ; вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир мухтава кӑларатӑр.</verse>
				<verse number="15">Анчах ҫын вӗлерсе е вӑрласа, е усал ӗҫ туса, е ҫыннӑнне илесшӗн пулса сирӗнтен никам та асап курмалла ан пултӑрччӗ;</verse>
				<verse number="16">Христос ҫынни пулнӑ пирки асапланнӑшӑн ан вӑтан, уншӑн Турра мухта.</verse>
				<verse number="17">Сут вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, малтан Турӑ халӑхне сут пулӗ; ҫакӑ пирӗнтен пуҫланас пулсассӑн, Турӑ Евангелийӗне пӑхӑнманнисенӗн вӗҫӗ мӗнлерех пулать?</verse>
				<verse number="18">Тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ ҫын та аран-аран ҫӑлӑнаять пулсассӑн, усал ҫын, ҫылӑхлӑ ҫын ӑҫта кайса кӗрӗ?</verse>
				<verse number="19">Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗпе хӗн куракансем, ырӑ ӗҫ туса тӑрса, хӑйсен чунне Пурне те Пултаракан аллине паччӑр, Вӑл — шанчӑклӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп:</verse>
				<verse number="2">Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна;</verse>
				<verse number="3">Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр;</verse>
				<verse number="4">кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ.</verse>
				<verse number="5">Эсир те, кӗҫӗннисем, кӗтӳҫӗрсене пӑхӑнса тӑрӑр; пурте пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрса, йӑваш ӑслӑ пулса ҫитӗр: Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать.</verse>
				<verse number="6">Ҫавӑнпа ӗнтӗ йӑвашланса Туррӑн хӑватлӑ аллинче тӑрӑр, вӑхӑчӗ ҫитсен Вӑл сире асла кӑларӗ.</verse>
				<verse number="7">Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="8">Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр: сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет.</verse>
				<verse number="9">Тӑванӑрсем те тӗнчере ҫавӑн пек асапсем курнине пӗлсе, эсир ҫирӗп ӗненсе шуйттана хирӗҫ тӑрӑр.</verse>
				<verse number="10">Пире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне кӗме чӗнсе илнӗ пур тӗрлӗ тивлет те паракан Турӑ сире, эсир пӗр авка асапланнӑ хыҫҫӑн, Хӑех пӗтӗмпе ырӑ туса ҫитерӗ, тӗреклӗлентерӗ, хӑватлӑлантарӗ, ҫирӗп тӑвӗ.</verse>
				<verse number="11">Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ! Аминь.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ сире хӑвӑр илнӗ тивлет чӑнах Турӑ тивлечӗ тесе шантарасшӑн ҫакна кӗскен анчах ҫырса Силуанран парса яратӑп; эпӗ ӑна сирӗн шанчӑклӑ тӑванӑр пулӗ тетӗп.</verse>
				<verse number="13">Хӑвӑра суйласа илнӗ пекех суйласа илнӗ Вавилонри ӗненекен ушкӑн тата Марк ывӑлӑм сире ырӑ сунса салам яраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Пӗр-пӗрне юратса чуптуса ырӑ сунӑр. Христос Иисусран сире пурсӑра та канӑҫлӑх пултӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="61">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иисус Христос чури, Унӑн апостолӗ Симон Петр — хамӑр Туррӑмӑрпа Ҫӑлакан Иисус Христосӑн тӳрӗлӗхӗ урлӑ пирӗн пекех хаклӑ тӗне кӗнисене:</verse>
				<verse number="2">Турра тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе пынӑҫемӗн сирӗн тивлетпе канӑҫлӑхӑр ӳссех пытӑр.</verse>
				<verse number="3">Хамӑра мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Чӗнсе Илекене пӗлни урлӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе Турӑ пире ырӑ пурӑнмашкӑн мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ;</verse>
				<verse number="4">мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Вӑл пире питех те хаклӑ, пысӑк ырӑлӑхсем пама пулнӑ; ҫакӑн урлӑ сире Хӑйпе пӗрлешме май панӑ, анчах сирӗн тӗнче йӑлипе ӳт хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме пӑрахас пулать.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир пӗтӗм вӑйран хӑвӑр ӗненни ҫумне ырӑ кӑмӑлӑра хушӑр, ырӑ кӑмӑлӑр ҫумне — тӗплӗ шухӑшлӑ пулнине, тӗплӗ шухӑшӑр ҫумне — чарулӑх, чарулӑх ҫумне — тӳсӗмлӗх, тӳсӗмлӗх ҫумне — тӳрӗлӗх, тӳрӗлӗх ҫумне — тӑвана юратнине, тӑвана юратни ҫумне пурне те юратнине хушӑр.</verse>
				<verse number="6"></verse>
				<verse number="7"></verse>
				<verse number="8">Сирӗн ҫакӑ пулсассӑн, ҫакӑ хушӑнса пырсассӑн, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлни ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пулӗ.</verse>
				<verse number="9">Камӑн ҫакӑ ҫук, вӑл суккӑр, куҫне хупнӑ, вӑл хӑйӗн унчченхи ҫылӑхӗсене каҫарнине мансах кайнӑ.</verse>
				<verse number="10">Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр,</verse>
				<verse number="11">вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫавӑнпа эпӗ сире, — ҫакна пӗлетӗр пулсан та, хӑвӑр патӑра ҫитнӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр пулсан та, — ҫавӑн ҫинчен астутарса тӑма нихӑҫан та чарӑнмӑп.</verse>
				<verse number="13">Халӗ, ҫак ӳт ҫуртӑмра пурӑннӑ чухне, манӑн сире астутарсах тӑмалла тесе шутлатӑп;</verse>
				<verse number="14">пӗлетӗп ӗнтӗ: манӑн часах ӳт ҫуртӑма пӑрахса каймалла, ҫакӑн ҫинчен мана Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пӗлтерчӗ.</verse>
				<verse number="15">Эсир ҫакна эпӗ вилсен те ялан аса илччӗр тесе, эпӗ тата та тӑрӑшӑп.</verse>
				<verse number="16">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен пӗлтернӗ чухне эпир сире чеелӗхпе шутласа кӑларнӑ халапсем мар, хамӑр курнине каланӑ — Унӑн аслӑлӑхне эпир хамӑр курнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӑл Хӑй тӗлӗнче мухтавлӑран мухтавлӑ Турӑран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Унра» тенӗ сасси илтӗннӗ чухне Атте Турӑран чап та, мухтав та илчӗ.</verse>
				<verse number="18">Тӳперен илтӗннӗ ҫав сасса эпир сӑваплӑ ту ҫинче Унпа пӗрле чухне илтрӗмӗр.</verse>
				<verse number="19">Пирӗн тата пророксенӗн чӑн сӑмахӗ пур; эсир ҫав сӑмаха ҫутаткӑҫ вырӑнне — кун ҫутӑлса киличчен, хӑвӑр чӗрӗрте шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ тухиччен тӗттӗм ҫӗрте ҫутатса ларакан ҫутаткӑҫ вырӑнне — хурса аван тӑватӑр;</verse>
				<verse number="20">пуринчен ытла эсир Ҫырури малашнехине пӗлтерсе каланӑ сӑмахсене нихӑшне те хӑвӑр тӗллӗн ӑнласа илес ҫуккине пӗлсе тӑрӑр.</verse>
				<verse number="21">Малашне мӗн пулассине нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем Таса Сывлӑш пӗлтернипе каланӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Халӑх хушшинче суя пророксем те пулнӑ, ҫавӑн пек сирӗн те суя вӗрентекенсем пулӗҫ; вӗсем сиенлӗ суя вӗрентӳ кӑларӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлса кайса, хӑйсене хӑйсем кӗҫех пӗтмелле тӑвӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Нумайӑшӗ вӗсем астарнӑ хыҫҫӑн кайӗ, вӗсене пула чӑнлӑх ҫулне хурлӗ.</verse>
				<verse number="3">Мула юратаканскерсем, вӗсем сире йӑпӑлти сӑмахсемпе улталаса тупӑш тӑвӗҫ; вӗсемшӗн сут тахҫанах хатӗр тӑрать, вӗсем пӗтесси инҫе мар.</verse>
				<verse number="4">Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ;</verse>
				<verse number="5">малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ;</verse>
				<verse number="6">Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ;</verse>
				<verse number="7">тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ</verse>
				<verse number="8">(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).</verse>
				<verse number="9">Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран хӑтармаллине, йӗркесӗррисене — уйрӑмах ӳт кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекенсене, пуҫлӑхсене кураймасӑр тӑракансене, чӑрсӑррисене, хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнса ҫӳлти вӑйсене хурлама та хӑраманнисене — хаса памашкӑн сут кунӗ валли упрамаллине пӗлет.</verse>
				<verse number="10"></verse>
				<verse number="11">Ҫав ҫынсенчен чылай хӑватлӑ та вӑйлӑ ангелсем те ҫӳлти вӑйсене Турӑ умӗнче хурласа айӑпламаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Ҫав ҫынсем — чӗлхесӗр выльӑх пекех, ӳт туртнӑ хыҫҫӑн ҫӳрекен выльӑха вара тытма та вӗлерме ҫуратса янӑ, кусем те, пӑсӑлса ҫитнӗскерсем, хӑйсем ӑнланманнине хурла-хурлах хӑйсенӗн ултавӗпе пӗтсе ларӗҫ;</verse>
				<verse number="13">йӗркерен тухса пурӑннӑшӑн вӗсем мӗн тивӗҫлине илӗҫ, вӗсем куллен киленсе пурӑннине савӑнӑҫ вырӑнне хураҫҫӗ; намӑссӑрланса, ыттисене ирсӗрлетсе пурӑнаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем хӑйсем улталанипе киленсе лараҫҫӗ;</verse>
				<verse number="14">вӗсенӗн куҫӗсене асма юратасси, чарӑнмасӑр ҫылӑх тӑвасси тулнӑ; вӗсем тӗреклӗленсе ҫитеймен чунсене илӗртсе улталаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗри мула иленнӗ, вӗсем — ылхан ывӑлӗсем.</verse>
				<verse number="15">Вӗсем тӳрӗ ҫула пӑрахса чыссӑр парнене сӑхланнӑ Валаамӑн, Восор ывӑлӗн, йӗрӗпе кайса аташнӑ,</verse>
				<verse number="16">анчах Валаама хӑйӗн ӗҫӗ йӗркесӗррине кӑтартса намӑса кӑларнӑ: чӗлхесӗр ашак этемле калаҫса ҫав пророкӑн ухмах шухӑшне чарнӑ.</verse>
				<verse number="17">Вӗсем — шывсӑр ҫӑлкуҫӗсем, ҫил-тӑвӑл хӑваласа ҫӳрекен тӗтре пӗлӗчӗсем: вӗсем валли ӗмӗрех сӗмлӗх тӑракан вырӑн хатӗрлесе хунӑ.</verse>
				<verse number="18">Пушӑ сӑмаха хӑпартланса каласа, вӗсем аташса пурӑнакансенчен кӑшт анчах уйӑрӑлнӑ ҫынсене ӳт кӗленине тума, аскӑнланса пурӑнма ҫавӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсене ирӗке кӑларма пулаҫҫӗ, хӑйсем вара — ирсӗр ӗҫ чурисем, мӗншӗн тесессӗн кам кама парӑннӑ, вӑл унӑн чури пулать.</verse>
				<verse number="20">Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӗлнӗ урлӑ тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлсассӑн, унтан татах ҫав ирсӗрлӗхпе ҫыхланса ун айне пулакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.</verse>
				<verse number="21">Хӑйсене панӑ сӑваплӑ ӳкӗте пӗлсе ҫитсе каялла кайнинчен чӑнлӑх ҫулне пӗлменни вӗсемшӗн авантарах пулӗччӗ.</verse>
				<verse number="22">«Йытӑ хӑй хӑсӑкӗ патне ҫаврӑнса пырать, ҫуса тасатнӑ сысна пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять» тесе тӗрӗс каланӑ — вӗсем ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Эй савнӑ тӑванӑмсем, эпӗ ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп; ҫак ҫырусемпе астутарса, эпӗ сирӗн таса шухӑшӑра вӑрататӑп,</verse>
				<verse number="2">эсир ӗлӗк сӑваплӑ пророксем каланӑ сӑмахсене, хӑвӑр апостолӑрсем каласа панӑ Ҫӑлакан Ҫӳлхуҫамӑр ӳкӗтне асра тытчӑр тетӗп.</verse>
				<verse number="3">Пуринчен ытла ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче хӑйсен ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн ҫӳрекен намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ те</verse>
				<verse number="4">ҫапла калӗҫ: «Вӑл килме пулнӑччӗ — ӑҫта Вӑл? Тӗнче пуҫланнӑранпах, аттемӗрсем виле пуҫланӑранпах, пӗтӗмпе ҫаплипех тӑрать» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ҫапла шухӑшлакансем ӗлӗк тӳпене те, ҫӗре те Турӑ сӑмахӗ шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ,</verse>
				<verse number="6">ҫавӑнпа ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ те.</verse>
				<verse number="7">Ҫав Сӑмахах тытса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут-ҫулӑм валли — сут кунӗнче, ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗтес кунри вут-ҫулӑм валли — упранаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="8">Эй савнӑ тӑванӑмсем, сирӗн акӑ ҫакна пӗлсе тӑмалла: Ҫӳлхуҫашӑн пӗр кун та — пин ҫул пек, пин ҫул та — пӗр кун пек.</verse>
				<verse number="9">Хӑшӗ-пӗрисем Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн тума пулнине вӑраха ярса пырать теҫҫӗ те, Ҫӳлхуҫа ӑна вӑраха ямасть, никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе, Вӑл пире нумайччен тӳссе тӑрать.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа Кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ, вара тӳпе кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫутҫанталӑкӑн тӗп пайӑрӑмӗсем хӗрсе кайса ишӗлсе анӗҫ, ҫӗр те, ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫакӑ пӗтӗмпе ҫапла пӗтмелле пулсассӑн, сирӗн, Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн, Турра парӑнса мӗн тери таса пурӑнас пулать! ҫав Кун ялкӑшса ҫунакан тӳпе ишӗлсе анӗ, вут хыпнӑ тӗп пайӑрӑмсем шӑранса пӗтӗҫ.</verse>
				<verse number="12"></verse>
				<verse number="13">Турӑ пире ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр пама пулнӑччӗ, эпир ҫавна кӗтсе тӑратпӑр — унта тӳрӗлӗх вырӑнаҫӗ.</verse>
				<verse number="14">Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр;</verse>
				<verse number="15">Ҫӳлхуҫамӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса хисеплӗр, савнӑ Павел тӑванӑмӑр та хӑйне панӑ ӑслӑлӑхӗпе сире ҫапла ҫырса янӑ,</verse>
				<verse number="16">ун ҫинчен вӑл пур ҫырӑвӗнче те ҫавнах калать; ун ҫырӑвӗсенче ӑнласа илме йывӑртарах тӗлсем те пур; пӗлмен ҫынсем тата ҫирӗпех ӗненмен ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗтермешкӗн ҫав тӗлсене те, ытти Ҫырусене те пӑсса улӑштараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр,</verse>
				<verse number="18">тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр. Вӑл халӗ те, ӗмӗрлӗх кунӗнче те мухтавлӑ. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="62">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Эпир сире чӑн малтанах пулнӑ, чӗрӗлӗх паракан Сӑмах ҫинчен ҫыратпӑр — эпир Ӑна хамӑр илтнӗ, хамӑр куҫпа курнӑ, хамӑр тӗсенӗ, аллӑмӑрпа сӗртӗннӗ:</verse>
				<verse number="2">чӗрӗлӗх килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, ун ҫинчен пӗлтеретпӗр, ҫав ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫинчен — Ашшӗнче пулнӑ, халӗ пирӗн патӑмӑра килнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен — сире каласа паратпӑр,</verse>
				<verse number="3">сире хамӑрпа пӗрлештересшӗн эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен каласа паратпӑр; пирӗнпе пӗрлешни Аттемӗрпе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлешни пулать.</verse>
				<verse number="4">Ҫакна эпир сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе ҫырса яратпӑр.</verse>
				<verse number="5">Эпир Унран илтнӗ, халӗ сире каласа паракан Ырӑ Хыпар ҫакӑ: Турӑ — ҫутӑ, Унра нимӗнле сӗмлӗх те ҫук.</verse>
				<verse number="6">Эпир Унпа пӗрлешнӗ тетпӗр пулсассӑн, хамӑр вара сӗмлӗхре ҫӳретпӗр пулсассӑн, апла эпир суеҫтеретпӗр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр;</verse>
				<verse number="7">Вӑл ҫутӑра тӑнӑ пек, эпир ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсассӑн, вара пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗ пулатпӑр, Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире вара кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса тӑрать.</verse>
				<verse number="8">Пирӗн ҫылӑх ҫук тетпӗр пулсассӑн, эпир хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте чӑнлӑх ҫук вара.</verse>
				<verse number="9">Ҫылӑхӑмӑрсене йышӑнса каласа кӑтартатпӑр пулсассӑн, Вӑл Хӑй тӗрӗс те тӳрӗ пулнӑран пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарӗ, пире кирек мӗнле тӗрӗсмарлӑхран та тасатӗ.</verse>
				<verse number="10">Эпир ҫылӑха кӗмен тетпӗр пулсассӑн, Ӑна ултавҫӑ вырӑнне хуратпӑр, апла пирӗнте Унӑн сӑмахӗ ҫук.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эй ачамсем! эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп; кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур;</verse>
				<verse number="2">Вӑл — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне, пирӗн ҫылӑхсене ҫеҫ мар-ха, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсене каҫарттаракан парне.</verse>
				<verse number="3">Хамӑр Ӑна пӗлнине ҫакӑнтан курма пулать: Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнатпӑр пулсассӑн — эпир Ӑна пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="4">Кам та кам: «эпӗ Ӑна пӗлетӗп» тет, хӑй Унӑн ӳкӗчӗсене уямасть, ҫавӑ — суеҫӗ, унра чӑнлӑх ҫук;</verse>
				<verse number="5">кам Унӑн сӑмахне уяса пурӑнать, ҫавӑ чӑнах та Турра юратакан пулса ҫитнӗ: хамӑр Унпа пӗрлешнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ Ун ӑшӗнче тӑратӑп теекен пурӑнасса та Ун пек пурӑнмалла.</verse>
				<verse number="7">Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпӗ мӗн ҫырни сирӗншӗн ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, авалхи ӳкӗтех, ӑна сире малтанах панӑ. Авалхи ӳкӗт — эсир малтанах илтнӗ сӑмах вӑл.</verse>
				<verse number="8">Тата эпӗ ҫырни ҫӗнӗ ӳкӗт те пулать: вӑл — чӑнлӑх, вӑл Унра та, сирӗнте те пур: сӗмлӗх иртсе пырать ӗнтӗ, чӑн ҫутӑ ҫутатать.</verse>
				<verse number="9">Кам та кам: «эпӗ — ҫутӑра» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ халичченех сӗмлӗхре-ха.</verse>
				<verse number="10">Тӑванне юратакан ҫутӑра тӑрать, унра ултав ҫук.</verse>
				<verse number="11">Тӑванне курайман ҫын сӗмлӗхре тӑрать, сӗмлӗхре ҫӳрет, хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн унӑн куҫне сӗмлӗх хупласа илнӗ.</verse>
				<verse number="12">Эй ачамсем, сирӗн ҫылӑхӑрсене Унӑн ячӗшӗн каҫарнӑ, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп.</verse>
				<verse number="13">Эй аттесем, эсир малтанах Пуррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. Эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. Эй ҫамрӑк ачасем, эсир Атте Турра пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп.</verse>
				<verse number="14">Эй аттесем, эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм; эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир вӑй-хӑватлӑ, сирӗн ӑшӑрта Турӑ сӑмахӗ тӑрать, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм.</verse>
				<verse number="15">Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр, тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть.</verse>
				<verse number="16">Тӗнчере мӗн пурри пурте — ӳт кӗлени те, куҫ кӗлени те, пуянлӑхпа мӑнаҫланни те — Атте Турӑран килмест, ҫак тӗнчеренех тухать.</verse>
				<verse number="17">Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать.</verse>
				<verse number="18">Эй ачамсем! юлашки вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ. Антихрист килмелле тенине эсир илтнӗ, акӑ халӗ темӗн чухлӗ антихрист ҫитрӗ, юлашки вӑхӑт ҫитнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем пирӗн хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулнӑ пулсассӑн, пирӗнпе пӗрлех юлнӑ пулӗччӗҫ, вӗсем тухса кайрӗҫ те — вӗсем пӗри те пирӗн пулманни палӑрчӗ.</verse>
				<verse number="20">Сире Святой Хӑй суйласа илнӗ: эсир пурне те пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ сире эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмарӑм, чӑнлӑха пӗлсе тӑнӑран тата кирек хӑш суя та чӑнлӑхран маррине пӗлнӗрен ҫыртӑм.</verse>
				<verse number="22">Иисуса Христос мар теекенӗ ултавҫӑ пулмасан, тата кам ултавҫӑ пултӑр? Вӑл — антихрист, вӑл Ашшӗне те, Ывӑлне те йышӑнмасть.</verse>
				<verse number="23">Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Ашшӗ те ҫук; Ывӑлне ӗненекенӗн Ашшӗ те пур.</verse>
				<verse number="24">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир малтанах мӗн илтнӗ, ҫавна уяса тӑрӑр, малтанах мӗн илтнине уяса тӑрсассӑн, эсир Ывӑлӗнче те, Ашшӗнче те пулатӑр.</verse>
				<verse number="25">Вӑл пире пама асӑнни ҫакӑ: Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама пулнӑ.</verse>
				<verse number="26">Эпӗ сире ҫакна хӑвӑра аташтаракан ҫынсем пуррипе ҫыртӑм.</verse>
				<verse number="27">Эсир Турӑ Ывӑлӗнчен илнӗ тивлет хӑвӑрӑнтах, ҫавӑнпа сирӗн камран та пулин вӗренме те кирлӗ мар; хӑвӑра суйласа илнӗ чухне панӑ тивлет сире хӑй пурне те вӗрентсе тӑрать, вӑл — чӑн, суясӑр; вӑл сире мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑн пек, Унпа пӗрле, пулӑр.</verse>
				<verse number="28">Эй ачамсем, Унпа пӗрле пулӑр, Вӑл килсессӗн эпир хӑюллӑ пулар, Ун умӗнче намӑса юлмалла пулар мар.</verse>
				<verse number="29">Эсир Вӑл тӳррине пӗлетӗр пулсассӑн, тӗрӗс тӑвакан кирек кам та Унран ҫуралнине пӗлсе тӑрӑр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать: пире Турӑ ачисем тесе ят панӑ, эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем. Турра пӗлменрен тӗнче пире те пӗлмест.</verse>
				<verse number="2">Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем; анчах пире мӗн пуласси паллӑ мар-ха. Пӗр ҫакна анчах пӗлетпӗр: ҫавӑ паллӑ пулсассӑн, Христос евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл мӗнле, Ӑна ҫапла курӑпӑр.</verse>
				<verse number="3">Ӑна шанса тӑракан кирек кам та, Вӑл таса пулнипе, хӑйне хӑй тасатать.</verse>
				<verse number="4">Ҫылӑха кӗрекен кирек кам та йӗркесӗр ӗҫ тӑвать; ҫылӑх вӑл — йӗркесӗр ӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илме килнине, Унӑн ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="6">Унпа пӗрле пулсассӑн никам та ҫылӑха кӗмест; Ӑна курманни, Ӑна пӗлменни кирек кам та ҫылӑха кӗрет.</verse>
				<verse number="7">Эй ачамсем! сире никам та илӗртсе ан улталайтӑр. Турӑ тӳрӗ, тӳрӗ ӗҫ туса тӑракан Ун пекех тӳрӗ.</verse>
				<verse number="8">Ҫылӑха кӗрекен ҫын — шуйттанран, мӗншӗн тесессӗн малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Турӑ Ывӑлӗ шуйттан ӗҫне аркатма килнӗ те.</verse>
				<verse number="9">Турӑран ҫуралнӑ ҫын нихӑшӗ те ҫылӑх тумасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӑшӗнче — Турӑ вӑрлӑхӗ. Турӑран ҫуралнипе вӑл ҫылӑха кӗмест.</verse>
				<verse number="10">Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: || тӳрӗ пурӑнман ҫын нихӑшӗ те Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та — ҫаплах.</verse>
				<verse number="11">Эсир пуҫламӑшӗнченех илтнӗ Ырӑ Хыпар пире пӗр-пӗрне юратма хушать,</verse>
				<verse number="12">Каин пек пулма хушмасть: вӑл — шуйттанран, вӑл хӑй тӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ ӑна? Мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, тӑванӗн ӗҫӗсем тӗрӗс пулнӑ.</verse>
				<verse number="13">Эй тӑванӑмсем, эсир тӗнче хӑвӑра курайманнинчен ан тӗлӗнӗр.</verse>
				<verse number="14">Эпир тӑванӑмӑрсене юрататпӑр, ҫавӑнпа эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ — ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑратпӑр; тӑванне юратман ҫын вилӗм аллинче тӑрать.</verse>
				<verse number="15">Тӑванне кураймасӑр тӑракан кирек кам та — ҫынвӗлерен; ҫынвӗлеренӗн нихӑшӗн те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫук, ун ӑшӗнче ҫук вӑл — ҫакна эсир пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="16">Юрату мӗн иккенне эпир Христос пирӗншӗн Хӑй чунне панинчен пӗлтӗмӗр: пирӗн те ӗнтӗ тӑванӑмӑрсемшӗн чунӑмӑра парас пулать.</verse>
				<verse number="17">Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленсе пурӑнакан тӑванне курсассӑн хӑйӗн чӗрине питӗрсе лартать пулсассӑн, ҫав ҫынра мӗнле Турӑ юратӑвӗ пулма пултарать?</verse>
				<verse number="18">Эй ачамсем! сӑмахпа е чӗлхепе анчах юратас мар, ӗҫпе, чӑнлӑхпа юратар.</verse>
				<verse number="19">Вара ҫавӑнтан хамӑр чӑнлӑхран иккенне пӗлӗпӗр, Турӑ умӗнче чӗрене пусарӑпӑр;</verse>
				<verse number="20">пире хамӑр чӗрех айӑплать пулсассӑн, Турӑ тата ытларах айӑплӗ: Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать.</verse>
				<verse number="21">Эй савнӑ тӑванӑмсем! пире хамӑр чӗре айӑпламасть пулсассӑн, Турӑ умӗнче эпир хӑюллӑ пулӑпӑр,</verse>
				<verse number="22">Унран кирек мӗн ыйтсан та илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑратпӑр, Ун умӗнче Ӑна юрӑхлине тӑватпӑр.</verse>
				<verse number="23">Унӑн ӳкӗчӗ ҫакӑ: Хӑй хушнӑ пек, пирӗн Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пирӗн пӗр-пӗрне юратса тӑмалла.</verse>
				<verse number="24">Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑракан Турӑпа пӗрле пулать, Турӑ та унпа пӗрле пулать. Вӑл пирӗн ӑшӑмӑрта тӑнине эпир Вӑл хамӑра панӑ Сывлӑш урлӑ пӗлетпӗр.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Эй савнӑ тӑванӑмсем! пур сывлӑша та ан ӗненӗр, сывлӑшсене сӑнаса пӑхӑр — Турӑран-и вӗсем: тӗнчене халӗ нумай суя пророк тухнӑ.</verse>
				<verse number="2">Турӑ Сывлӑшне ҫакӑнтан пӗлӗр: ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненекен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран.</verse>
				<verse number="3">Ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран мар, вӑл — антихрист сывлӑшӗ, антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, вӑл тӗнчере ӗнтӗ.</verse>
				<verse number="4">Эй ачамсем! эсир — Турӑран, эсир вӗсене ҫӗнтертӗр; сирӗн ӑшӑрта тӑракан Сывлӑш тӗнчере тӑракан сывлӑшран хӑватлӑрах.</verse>
				<verse number="5">Вӗсем — тӗнчерен, ҫавӑнпа тӗнчери пек калаҫаҫҫӗ, тӗнче вӗсене итлет.</verse>
				<verse number="6">Эпир — Турӑран; Турра пӗлекен пире итлет; кам Турӑран мар, вӑл пире итлемест. Чӑнлӑх сывлӑшне тата аташтаракан сывлӑша ҫавӑнтан пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="7">Эй савнӑ тӑванӑмсем! пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесессӗн юрату вӑл — Турӑран, юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Турра пӗлет;</verse>
				<verse number="8">юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн Турӑ — юрату вӑл.</verse>
				<verse number="9">Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ.</verse>
				<verse number="10">Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ.</verse>
				<verse number="11">Эй савнӑ тӑванӑмсем! Турӑ пире ҫапла юратать пулсассӑн, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.</verse>
				<verse number="12">Турра никам та нихӑҫан та курман. Эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр пулсассӑн, Турӑ пирӗн ӑшра пулать, вара эпир Вӑл хушнӑ пек юратакан пулса ҫитетпӗр.</verse>
				<verse number="13">Хамӑр Унӑн ӑшӗнче тӑнине, Вӑл та пирӗн ӑшра тӑнине эпир Вӑл пире Хӑй Сывлӑшӗн ырӑлӑхӗсене панинчен пӗлетпӗр.</verse>
				<verse number="14">Эпир Атте Турӑ Хӑй Ывӑлне тӗнчене ҫӑлма янине курнӑ, эпир ҫакӑн ҫинчен ҫирӗплетсе каласа паратпӑр.</verse>
				<verse number="15">Кам Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненет, ҫавӑн ӑшӗнче Турӑ тӑрать, вӑл та Турӑ ӑшӗнче пулать.</verse>
				<verse number="16">Турӑ пире юратса тӑнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, юратнине ӗненсе ҫитрӗмӗр, Турӑ — юрату вӑл, юратса пурӑнаканӗ Турӑ ӑшӗнче тӑрать, Турӑ та ун ӑшӗнче пулать.</verse>
				<verse number="17">Пирӗн ӑшӑмӑрта тулли юрату хӑватлӑланса пынипе эпир сут кунӗнче хӑюллӑ пулӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн эпир ҫак тӗнчере Ун пек пурӑнатпӑр.</verse>
				<verse number="18">Юратакан хӑрамасть, чӑн юрату хӑрассине пӗтерет; хӑрани асаплантарать. Хӑраканӗ чӑн юрату мӗнне пӗлмест.</verse>
				<verse number="19">Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр.</verse>
				<verse number="20">Кам: «эпӗ Турра юрататӑп» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ — суеҫӗ: куҫ курса тӑракан тӑванне юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр?</verse>
				<verse number="21">Турӑ пире ҫакӑн пек ӳкӗт панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр, тенӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Иисуса Христос тесе ӗненекен кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Ҫуратаканнине юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.</verse>
				<verse number="2">Хамӑр Турӑ ачисене юратнине эпир Турра юратнӑ чухне, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑнӑ чухне пӗлетпӗр:</verse>
				<verse number="3">Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар,</verse>
				<verse number="4">мӗншӗн тесессӗн Турӑран ҫуралнӑ кирек хӑш ҫын та тӗнчене ҫӗнтерет; тӗнчене ҫӗнтерекен вӑй — эпир ӗненни вӑл.</verse>
				<verse number="5">Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненекенсӗр пуҫне тӗнчене урӑх кам ҫӗнтертӗр тата?</verse>
				<verse number="6">Вӑл — шывпа, юнпа, Сывлӑшпа килнӗ Иисус Христос; Вӑл шывпа ҫеҫ килмен, шывпа тата юнпа килнӗ; Ун ҫинчен Сывлӑш кӳнтелет: Сывлӑш — чӑнлӑх вӑл.</verse>
				<verse number="7">[Тӳпере виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ, Таса Сывлӑш Турӑ; вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрпӗтӗм.]</verse>
				<verse number="8">Ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: сывлӑш, шыв тата юн; вӗсем те виҫҫӗшӗ пӗр япала ҫинчен кӳнтелеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпир этем кӳнтеленине йышӑнатпӑр пулсассӑн, Турӑ кӳнтеленине тата ытларах ӗненетпӗр, мӗншӗн тесессӗн ку — Турӑ кӳнтелени, Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен кӳнтелени.</verse>
				<verse number="10">Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн кӳнтелекенни хӑй ӑшӗнчех; Турра ӗненмен ҫын Ӑна ултавҫӑ пек курать, мӗншӗн тесессӗн вӑл Турӑ Хӑй Ывӑлӗ ҫинчен кӳнтеленине ӗненмест.</verse>
				<verse number="11">Акӑ мӗн ҫинчен кӳнтеленӗ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ, ҫав чӗрӗлӗх — Унӑн Ывӑлӗнче.</verse>
				<verse number="12">Турӑ Ывӑлӗпе пӗрлӗхлӗ ҫыннӑн чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗпе пӗрлӗхсӗр ҫыннӑн чӗрӗлӗх ҫук.</verse>
				<verse number="13">Ҫакна эпӗ сирӗн пата, Турӑ Ывӑлӗн ятне ӗненекенскерсем патне, ҫырса ярса Турӑ Ывӑлне ӗненни урлӑ сирӗн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пуррине пӗлтерес терӗм.</verse>
				<verse number="14">Унӑн умӗнче пирӗн акӑ мӗнле хӑюлӑхӑмӑр пур: Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет;</verse>
				<verse number="15">эпир кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл пире илтнине пӗлетпӗр пулсассӑн, Унран хамӑр мӗн ыйтнине илессине те пӗлсе тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="16">Кам хӑйӗн тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑх тунине курать, вӑл уншӑн Турра кӗлтутӑр, вилӗм кӳмен ҫылӑх тӑвакан ҫынна Турӑ вара чӗрӗлӗх парӗ. Вилӗм кӳрекен ҫылӑх та пур: эпӗ ӑна ҫав ҫылӑхшӑн кӗлтутӑр тесе каламастӑп.</verse>
				<verse number="17">Кирек мӗнле тӳрӗмарлӑх та — ҫылӑх, анчах тата вилӗм кӳмен ҫылӑх пур.</verse>
				<verse number="18">Турӑран ҫурални никам та ҫылӑха кӗменнине эпир пӗлетпӗр; Турӑран ҫурални хӑйне хӑй сыхлать, ун ҫумне усал ҫыпӑҫаймасть.</verse>
				<verse number="19">Хамӑр Турӑран иккенне, пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче тӑнине эпир пӗлсе тӑратпӑр.</verse>
				<verse number="20">Тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, Чӑннине пӗлччӗр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс та пачӗ. Эпир — Чӑннипе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрле. Вӑл — чӑн Турӑ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ.</verse>
				<verse number="21">Эй ачамсем! йӗрӗхсенчен сыхланӑр. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="63">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ӗненекен ушкӑнӑн пуҫлӑхӗ — Турӑ суйласа илнӗ хисеплӗ арӑмпа унӑн ачисене: эпӗ сире чӑннипе юрататӑп, сире пӗр эпӗ ҫеҫ юратмастӑп, чӑнлӑха пӗлсе ҫитнисем те пурте юратаҫҫӗ,</verse>
				<verse number="2">хамӑрта тӑракан, малашне те ӗмӗрех хамӑрпа пулас чӑнлӑхшӑн юратаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Чӑнлӑхпа, юратупа тӑмашкӑн сире Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан, Атте Турӑ Ывӑлӗнчен, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.</verse>
				<verse number="4">Санӑн ачусем хушшинче Аттемӗртен илнӗ ӳкӗте уяса, чӑнлӑха тытса пурӑнаканнисем пуррине пӗлсессӗн, эпӗ питӗ савӑнтӑм.</verse>
				<verse number="5">Эй хисеплӗ арӑм, халӗ сана тархаслатӑп, эпӗ ҫырни — ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, пире ӑна чӑн малтанах панӑ: пӗр-пӗрне юратса тӑрар.</verse>
				<verse number="6">Юратни вӑл — Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнни. Ку ӳкӗте сире ун тӑрӑх пурӑнмашкӑн малтанах каласа панӑ;</verse>
				<verse number="7">тӗнчере илӗртсе улталакансем нумайланчӗҫ, вӗсем ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмеҫҫӗ: ун пек ҫын вӑл — илӗртсе улталакан, антихрист.</verse>
				<verse number="8">Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, эпир хамӑр тӑрӑшса ӗҫленине ҫухатар мар, пысӑк сӑвап илмелле пулар.</verse>
				<verse number="9">Христос вӗрентӗвӗнчен лайӑхраххине шыракан ҫыннӑн, Вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Турӑ ҫук; Христос вӗрентнӗ пек пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑр пата ҫакӑнтан урӑхла вӗрентме пыракана килӗре ан кӳртӗр; ӑна ӑшӑ сӑмах ан калӑр:</verse>
				<verse number="11">ӑна ӑшӑ сӑмах калакан унӑн усал ӗҫне хутшӑнать.</verse>
				<verse number="12">Манӑн сире ҫырса ямалли нумай та, анчах хут ҫине хурапа ҫырса ярассӑм килмест; сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе, эпӗ хам сирӗн пата пырса куҫа-куҫӑн калаҫасса ӗмӗтленсе тӑратӑп.</verse>
				<verse number="13">Турӑ суйласа илнӗ йӑмӑкун ачисем сана салам яраҫҫӗ. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="64">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Ӗненекен ушкӑнӑн пуҫлӑхӗ — хам чӑннипе юратакан савнӑ Гая.</verse>
				<verse number="2">Эй савнӑ тӑванӑм! эпӗ саншӑн сывлӑхлӑ пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑ пек, санӑн пурте ӑнса пытӑрччӗ тетӗп.</verse>
				<verse number="3">Кунта килнӗ ӗненекен тӑвансем эсӗ тӗрӗс ӗненсе тӑни ҫинчен, чӑнлӑхпа пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартсассӑн, эпӗ питӗ савӑнтӑм.</verse>
				<verse number="4">«Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ» теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн.</verse>
				<verse number="5">Эй савнӑ тӑванӑм! эсӗ тӑвансемшӗн, иртен-ҫӳреншӗн ху Христоса ӗненнипе ырӑлӑх тӑватӑн;</verse>
				<verse number="6">вӗсем эсӗ мӗнле юратни ҫинчен ӗненекенсем умӗнче каласа кӑтартрӗҫ. Эсӗ вӗсене Турра юрӑхлӑ ӑсатса ярсан аван тӑвӑттӑн:</verse>
				<verse number="7">Турӑ ячӗшӗн вӗсем суя тӗнлисенчен нимӗн илмесӗрех тухса кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесессӗн, ун пеккисене хапӑл тӑвас пулать.</verse>
				<verse number="9">Ӗненекен ушкӑна эпӗ ҫырса ятӑм, анчах вӗсем патӗнче пуҫ пулса тӑма юратакан Диотреф пире йышӑнмасть.</verse>
				<verse number="10">Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ унта хам пырсассӑн вӑл тӑвакан ӗҫсем ҫинчен астутарӑп, вӑл пире усал сӑмахпа хӑртать, кунпа ҫеҫ ҫырлахмасть-ха, тата хӑй те ӗненекен тӑвансене йышӑнмасть, йышӑнас теекенсене те чарса тӑрать, ӗненекен ушкӑнран хӑваласа ярать.</verse>
				<verse number="11">Эй савнӑ тӑванӑм! усал хыҫҫӑн ан кай, ырӑ хыҫҫӑн кай. Кам ырӑ тӑвать, вӑл — Турӑран; усал тӑвакан ҫын Турра курман.</verse>
				<verse number="12">Димитрие пурте ырӑ ҫын теҫҫӗ, чӑнлӑх хӑй те ҫавна калать, ӑна эпир те ырӑлатпӑр, эпир калани чӑннине эсир пӗлетӗр.</verse>
				<verse number="13">Манӑн ҫырмалли нумайччӗ те, анчах хурапа та калемпе ҫырас теместӗп;</verse>
				<verse number="14">сана часах курса куҫа-куҫӑн калаҫма ӗмӗтленсе тӑратӑп.</verse>
				<verse number="15">Канӑҫлӑх пултӑр сана; тусӑмӑрсем сана салам калаҫҫӗ; эсӗ те тусӑмӑрсене ятранах салам кала. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="65">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иисус Христос чури, Иаков шӑллӗ Иуда — Атте Турӑ чӗнсе илсе тасатнисене, Иисус Христос сыхласа усранисене:</verse>
				<verse number="2">сирӗн ырӑлӑх, канӑҫлӑх, юрату ӳссех пытӑр.</verse>
				<verse number="3">Эй савнӑ тӑванӑмсем! манӑн сирӗн пата пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен темӗн тӗрлӗ ҫырса ярас кӑмӑлӑм пур, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сире сӑваплӑ ҫынсене пӗрре ӗмӗрлӗхе панӑ тӗншӗн тӑрӑшма кирли ҫинчен ӳкӗтлесе ҫырса ярасах терӗм.</verse>
				<verse number="4">Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ;</verse>
				<verse number="6">хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать;</verse>
				<verse number="7">Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ;</verse>
				<verse number="8">ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Моисей ӳчӗшӗн шуйттанпа тавлашнӑ чухне Михаил архангел та ӑна хурласа айӑплама хӑйман, «Ҫӳлхуҫа чартӑр сана» тесе анчах каланӑ.</verse>
				<verse number="10">Кусем вара хӑйсем пӗлменнине хурлаҫҫӗ; вӗсене, чӗлхесӗр выльӑх пек ӳт сисӗмӗпе пурӑнаканскерсене, хӑйсем мӗн пӗлнийӗ ирсӗрлетет.</verse>
				<verse number="11">Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене: вӗсем Каин ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ, Валаам пек, мул илӗртни хыҫҫӑн каяҫҫӗ, Корей пек чурӑс пулнӑран пӗтеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="12">Тӑвансемшӗн юратса тӑвакан сирӗн каҫхи ӗҫкӗ-ҫикӗрте вӗсем ыттисене пӑсаҫҫӗ; сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем пӗр вӑтанмасӑр хӑйсене хӑйсем самӑрлатса лараҫҫӗ. Вӗсем — ҫил хӑваласа ҫӳрекен шывсӑр пӗлӗтсем; ҫимӗҫ кӳмен, икӗ хут хӑрнӑ, кӗркунне кӑларса пӑрахмалли йывӑҫсем;</verse>
				<verse number="13">вӗсем — ирсӗрлӗхпе кӑпӑкланакан хаяр тинӗс хумӗсем; вӗсем — аташса ҫӳрекен ҫӑлтӑрсем: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗмлӗх хатӗр тӑрать.</verse>
				<verse number="14">Адамран кайран ҫиччӗмӗш сыпӑкра пулнӑ Енох та вӗсем ҫинчен малтанах пӗлтерсе хунӑ: «акӑ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе килет —</verse>
				<verse number="15">пурне те сут тума килет; Вӑл йӗркесӗр ҫынсене йӗркерен тухса кайса тунӑ мӗнпур усал ӗҫшӗн, ҫав ҫылӑхлӑ ҫынсене Хӑйне хирӗҫ каланӑ пур чӑрсӑр сӑмахшӑн та питлӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсем яланах ӳпкелешеҫҫӗ, вӗсене яланах темӗскер ҫитмест, вӗсем ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн кайса Турра хисеплемесӗр, йӗркерен тухса пурӑнаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ вара мӑнаҫлӑн калаҫать; пайташӑн тӑрӑшса ҫынна йӑпӑлтатаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="17">Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн апостолӗсем малтанах каласа хунине асӑрта тытса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="18">Вӗсем сире ҫапла каланӑ: «юлашки вӑхӑтра хӑйсен ӳчӗ кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекен усал мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ» тенӗ.</verse>
				<verse number="19">Вӗсем хӑйсене хӑйсем пӗр пӗтӗм тӗнрен уйӑрнӑ, вӗсем выльӑхпа пӗр, вӗсенче Таса Сывлӑш ҫук.</verse>
				<verse number="20">Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр,</verse>
				<verse number="21">Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр.</verse>
				<verse number="22">Иккӗленекенсене хӗрхенӗр;</verse>
				<verse number="23">теприсене вут-ҫулӑмран туртса илсе ҫӑлса хӑварӑр; хӑшӗсенчен вара, вӗсене хӗрхеннӗ чухне те, сыхланӑр, вӗсенӗн ӳтпе ирсӗрленнӗ тумтирӗнчен те йӗрӗнсе тӑрӑр.</verse>
				<verse number="24">Сире пӑсӑласран сыхласа хӑварса, Хӑйӗн мухтавӗ умне тасан та савӑнӑҫлӑн тӑратма Пултаракан,</verse>
				<verse number="25">пӗртен-пӗр Турӑ, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Ҫӑлакан пур ӗмӗртен малтан та, халӗ те, ӗмӗртен ӗмӗре те мухтавлӑ, аслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ. Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
		<book number="66">
			<chapter number="1">
				<verse number="1">Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ. Иисус Христос вара ҫавна Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ;</verse>
				<verse number="2">Иоанн ӗнтӗ Турӑ сӑмахне, Иисус Христос пӗлтернине, хӑй мӗн курнине каласа панӑ.</verse>
				<verse number="3">Ҫакӑ ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене вулакан, вуланине итлесе тӑракансем, унта мӗн ҫырнине уяса тӑракансем телейлӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑхӑт ҫывӑх.</verse>
				<verse number="4">Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ,</verse>
				<verse number="5"></verse>
				<verse number="6">пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.</verse>
				<verse number="7">Акӑ Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килет, Ӑна пур куҫ та курӗ, Ӑна хӑйсем чиксе шӑтарнисем те курӗҫ; вара Ун умӗнче ҫӗр ҫинчи йӑхсем пурте йӗрсе ярӗҫ. Ку чӑн, аминь.</verse>
				<verse number="8">Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Альфа, Омега, Пуҫламӑшӗ те, Вӗҫӗ те; Эпӗ — Пурри, Яланах Пулни, Килесси, Пурне те Тытса Тӑраканӗ, тет.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ, сирӗн Иоанн тӑванӑр, Иисуспа пӗрлескер, сирӗнпе пӗрле Патшалӑхшӑн, Иисус Христосшӑн пӗтӗм хӗн-хура тӳснӗскер, Патмос теекен утрав ҫинче пултӑм — мана унта Турӑ Сӑмахӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗшӗн ячӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӳлхуҫа кунӗнче мана Турӑ Сывлӑшӗ ҫавӑрса илнӗччӗ, ҫавӑн чухне эпӗ хам хыҫра трупа сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ:</verse>
				<verse number="11">мӗн куратӑн, ҫавна кӗнекене ҫыр та Асийӑри ӗненекен ушкӑнсене (Чиркӳсене) — Эфес, Смирна, Пергам, Фиатира, Сардис, Филадельфи тата Лаодики хулисене — яр, терӗ.</verse>
				<verse number="12">Эпӗ хампа кам калаҫнине пӗлесшӗн каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм; ҫаврӑнса пӑхсассӑн ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм;</verse>
				<verse number="13">ҫичӗ ҫутаткӑҫ варринче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ; Вӑл подир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ.</verse>
				<verse number="14">Пуҫӗ те, ҫӳҫӗ те Унӑн шурӑ ҫӑм пек, юр пек шап-шурӑччӗ; куҫӗсем вут ҫулӑмӗ пекехчӗ.</verse>
				<verse number="15">Урисем кӑмакара хӗртнӗ пӑхӑр евӗрлӗччӗ; сасси вара темӗн чухлӗ шыв кӗрленӗ евӗрлӗччӗ.</verse>
				<verse number="16">Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ; ҫӑварӗнчен икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ.</verse>
				<verse number="17">Ӑна курсассӑн эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вӑл Хӑйӗн сылтӑм аллине ман ҫине хучӗ те каларӗ мана: ан хӑра: Эпӗ — Малтанхи, Кайранхи,</verse>
				<verse number="18">Эпӗ чӗрӗ; Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ, аминь. Тамӑкпа вилӗм уҫҫисем Манра.</verse>
				<verse number="19">Ӗнтӗ ху мӗн курнине, халӗ мӗн пуррине, ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур.</verse>
				<verse number="20">Эсӗ Манӑн сылтӑм аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑрпа ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр — ҫичӗ Чиркӗвӗн ангелӗсем пулаҫҫӗ; эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ — ҫичӗ Чиркӳ пулать.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="2">
				<verse number="1">Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать:</verse>
				<verse number="2">санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн.</verse>
				<verse number="3">Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн.</verse>
				<verse number="4">Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн.</verse>
				<verse number="5">Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп.</verse>
				<verse number="6">Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп.</verse>
				<verse number="7">Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».</verse>
				<verse number="8">Смирна Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Малтанхи, Кайранхи вилнӗччӗ, акӑ халӗ чӗрӗ. Вӑл ҫапла калать:</verse>
				<verse number="9">Эпӗ санӑн ӗҫӳсене, хӗн-хурна, ҫуклӑхна пӗлетӗп (ҫапах эсӗ пуян); хӑйсене иудей теекенсем сана хӑртнине те пӗлетӗп, вӗсем иудей мар, вӗсем шуйттан эшкерӗ.</verse>
				<verse number="10">Хӑвӑн мӗн тӳсмелле пулассинчен пачах та ан хӑра. Акӑ шуйттан сире сӑнасшӑн хӑшне-пӗрне тӗрмене хупса лартӗ, сирӗн пӗр вунӑ кунччен асап курмалла пулӗ. Виличченех тӗрӗс тӑр, вара сана телейлӗ пурӑнӑҫ парӑп.</verse>
				<verse number="11">Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекен иккӗмӗш вилӗмрен сиен курмӗ».</verse>
				<verse number="12">Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать:</verse>
				<verse number="13">санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн.</verse>
				<verse number="14">Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ.</verse>
				<verse number="15">Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп.</verse>
				<verse number="16">Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп.</verse>
				<verse number="17">Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».</verse>
				<verse number="18">Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать:</verse>
				<verse number="19">санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп.</verse>
				<verse number="20">Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать.</verse>
				<verse number="21">Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ.</verse>
				<verse number="22">Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп.</verse>
				<verse number="23">Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.</verse>
				<verse number="24">Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп,</verse>
				<verse number="25">хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр.</verse>
				<verse number="26">Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫсене вӗҫне ҫитичченех туса тӑракана, суя тӗнлӗ халӑхсен пуҫлӑхӗ тӑвӑп.</verse>
				<verse number="27">Вӗсене вӑл тимӗр туяпа кӗтӗ, вӗсене тӑм савӑта аркатнӑ пек ҫапса салатӗ. Эпӗ Хам та Аттемрен ҫавӑн пек ирӗк илтӗм.</verse>
				<verse number="28">Эпӗ ӑна шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ парӑп.</verse>
				<verse number="29">Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="3">
				<verse number="1">Сардис Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне тата ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса Тӑраканӗ ҫапла калать: сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; сана чӗрӗ теҫҫӗ, анчах эсӗ вилнӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑран, хӑвӑнта мӗн сыхланса юлнине тӗреклӗлет, унсӑрӑн вӑл халь-халь вилме пултарать. Эпӗ пӗр ӗҫне те Манӑн Туррӑм умӗнче вӗҫне ҫитиччен туса ҫитернине курмастӑп.</verse>
				<verse number="3">Ху мӗн йышӑннине, мӗн илтнине аса ил те вӗсене тытса тӑр, ӳкӗн. Сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырса кӗрӗп, Эпӗ хӑш сехетре сан патна пырса кӗнине эсӗ сисеймӗн те.</verse>
				<verse number="4">Ҫапах та санӑн Сардисра, нумаях мар пулин те, хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ: вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫӗнтерекенӗ шурӑ тумтир тӑхӑнӗ; Эпӗ унӑн ятне чӗрӗлӗх кӗнекинчен кӑларса пӑрахмӑп: унӑн ятне Аттем умӗнче, Унӑн ангелӗсем умӗнче каласа пӗлтерӗп.</verse>
				<verse number="6">Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».</verse>
				<verse number="7">Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать:</verse>
				<verse number="8">санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ.</verse>
				<verse number="11">Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр.</verse>
				<verse number="12">Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп.</verse>
				<verse number="13">Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».</verse>
				<verse number="14">Лаодики Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Аминь ятлӑскерӗ, шанчӑклӑ та тӳрӗ Кӳнтелен, Турӑ мӗн пултарнийӗн Пуҫламӑшӗ ҫапла калать:</verse>
				<verse number="15">сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар; ах, эсӗ е сивӗ, е вӗри пулсанччӗ!</verse>
				<verse number="16">Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп.</verse>
				<verse number="17">Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн.</verse>
				<verse number="18">Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн.</verse>
				<verse number="20">Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ.</verse>
				<verse number="21">Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм.</verse>
				<verse number="22">Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».</verse>
			</chapter>
			<chapter number="4">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ курах кайрӑм — акӑ алӑк уҫӑлса тӑрать; унччен хам илтнӗ сасӑ, трупа сасси пек хӑватлӑскер, илтӗнсе кайрӗ: улӑх кунта, Эпӗ сана ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине кӑтартӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Мана тӳрех Сывлӑш ҫавӑрса илчӗ; акӑ тӳпере аслӑ пукан ларать; аслӑ пуканӗ ҫинче Ларакан пур;</verse>
				<verse number="3">ҫав Лараканӑн сӑнӗ ясписпа сардис теекен чул евӗрлӗ; аслӑ пукан тавра — смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ.</verse>
				<verse number="4">Аслӑ пукан тавра тата ҫирӗм тӑватӑ аслӑ пукан; ҫак аслӑ пукансем ҫинче эпӗ ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ларнине куртӑм; вӗсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль.</verse>
				<verse number="5">Аслӑ пуканран ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтни-кӗрлени илтӗнсе тӑрать. Аслӑ пукан умӗнче ҫичӗ ҫутаткӑҫ ҫунать — Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ ку.</verse>
				<verse number="6">Аслӑ пукан умӗнче — кристалл евӗрлӗ кӗленче тинӗс; аслӑ пукан ҫывӑхӗнчех, ун тавра, умӗ-хыҫӗпех темӗн чухлӗ куҫлӑ тӑватӑ чӗрчун.</verse>
				<verse number="7">Пӗр чӗрчунӗ арӑслан евӗрлӗ; тепӗр чӗрчунӗ пӑру евӗрлӗ; виҫҫӗмӗш чӗрчунӗн сӑнӗ ҫын сӑнӗ пек; тӑваттӑмӗш чӗрчунӗ вӗҫсе пыракан ӑмӑрткайӑк евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="8">Тӑватӑ чӗрчунӑн пуринӗн те ултшар ҫунат, пур тӗлте те, пур тӗлте те, ҫуначӗсем айӗнче те — куҫ; хӑйсем кунӗн-ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр мухтавлаҫҫӗ: сӑваплӑ, сӑваплӑ, Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑваплӑ, Вӑл яланах пулнӑ, Вӑл халӗ те пур, Вӑл килӗ! тееҫҫӗ.</verse>
				<verse number="9">Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне</verse>
				<verse number="10">ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:</verse>
				<verse number="11">эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="5">
				<verse number="1">Унтан эпӗ аслӑ пукан ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинче шалтан та, тулашӗнчен те ҫырнӑ, ҫичӗ пичетпе пичетленӗ кӗнеке куртӑм.</verse>
				<verse number="2">Тата эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӗ: ҫак кӗнекене уҫса унӑн пичечӗсене хӑпӑтма кам тивӗҫлӗ? терӗ.</verse>
				<verse number="3">Ҫавӑ кӗнекене уҫма, уҫса пӑхма пултараканни никам та — тӳпере те, ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те — тупӑнмарӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫавӑ кӗнекене уҫса вулама е уҫса та пулин пӑхма тивӗҫли никам та тупӑнманран эпӗ хурланса йӗрсе ятӑм.</verse>
				<verse number="5">Вара ватӑ ҫынсенчен пӗри мана каларӗ: ан йӗр; акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ, ҫӗнтерчӗ; Вӑл ку кӗнекене уҫса унӑн ҫичӗ пичетне хӑпӑтма пултарать, терӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӑхрӑм та — акӑ тӑватӑ чӗрчун варринчи аслӑ пуканпа ватӑ ҫынсем хушшинче ӗнтӗ пуснӑ путек пек Путек тӑрать; Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ, ҫичӗ куҫлӑ, ҫак куҫсем — Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл пычӗ те аслӑ пукан ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчен кӗнекине илчӗ.</verse>
				<verse number="8">Кӗнекене илсессӗн тӑватӑ чӗрчунпа ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ; ҫав ҫынсен кашнийӗн кӗсле тата фимиам тултарнӑ ылтӑн курка — ку вӑл сӑваплӑ ҫынсен кӗлли — пурччӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: Эсӗ кӗнекене илме, унӑн пичечӗсене хӑпӑтма тивӗҫлӗ: Сана пуснӑ, парнене кӳнӗ, Эсӗ пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене — Хӑвӑн Юнупа ҫӑлса илтӗн;</verse>
				<verse number="10">хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче патша пулса тӑрӑпӑр, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="11">Унтан эпӗ аслӑ пукан тавра, чӗрчунсемпе ватӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсенӗн сассине илтрӗм; вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӗсем янӑравлӑн мухтавлатчӗҫ: пуснӑ Путек хӑват та, пуянлӑх та, ӑслӑлӑх та, тӗрек те, хисеп те, мухтав та, пиллӗх те илме тивӗҫлӗ! терӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Тата ҫакна илтрӗм эпӗ: мӗн пултарни пурте — тӳпери те, ҫӗр ҫинчи те, ҫӗр тӗпӗнчи те, тинӗсри те, унта мӗн пурри пурте — мухтавларӗҫ: аслӑ пукан ҫинче Лараканпа Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑх та, хисеп те, мухтав та, хӑват та пултӑр, терӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Тӑватӑ чӗрчун вара: аминь! терӗ. Ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="6">
				<verse number="1">Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗр пичетне хӑпӑтса илнине куртӑм тата тӑватӑ чӗрчунран пӗри аслати авӑтнӑ пек хӑватлӑ сасӑпа: кил кунта! тенине илтрӗм.</verse>
				<verse number="2">Пӑхрӑм та — акӑ шурӑ лаша, ӑна ухӑ тытнӑ ҫын утланнӑ, пуҫӗнче — хӑйне тивӗҫнӗ пуҫкӑшӑль; вӑл ҫӗнтерме тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек тухрӗ.</verse>
				<verse number="3">Путек тепӗр пичете хӑпӑтса илсессӗн, иккӗмӗш чӗрчун: кил кунта! тенине илтрӗм.</verse>
				<verse number="4">Унтан тепӗр лаша тухрӗ — вут-ҫулӑм пек хӗрлӗскер; ҫынсем пӗрне-пӗри вӗлерччӗр тесе, ӑна утланнӑ ҫынна ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха пӗтерме хушнӑ. Ӑна пысӑк хӗҫ панӑ.</verse>
				<verse number="5">Путек виҫҫӗмӗш пичетне хӑпӑтса илсессӗн, виҫҫӗмӗш чӗрчун: кил кунта! тенине илтрӗм. Пӑхрӑм та — акӑ хура лаша, ӑна аллине виҫе тытнӑ ҫын утланнӑ.</verse>
				<verse number="6">Унтан тӑватӑ чӗрчун енчен сасӑ илтӗнчӗ, ҫав сасӑ каларӗ: пӗр хиникс тулӑ пӗр динари тӑрать; виҫӗ хиникс урпа та пӗр динари тӑрать; анчах йывӑҫ ҫӑвӗпе эрехе ан тӗкӗн, терӗ.</verse>
				<verse number="7">Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӑваттӑмӗш чӗрчун сассине: кил кунта! тенине илтрӗм.</verse>
				<verse number="8">Пӑхрӑм та — акӑ шуранка лаша, ӑна Вилӗм ятлӑ юланутҫӑ утланнӑ. Унӑн хыҫӗнчен Тамӑк пырать. Ӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе вӗлерсе пӗтерме ирӗк панӑ.</verse>
				<verse number="9">Путек пиллӗкӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, парне вырӑнӗ айӗнче эпӗ Турӑ сӑмахне тата хӑйсем ӗненнине ҫирӗплетсе кӑтартнӑшӑн вӗлернӗ ҫынсенӗн чунӗсене куртӑм.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса каларӗҫ: эй Святой Патша, Чӑн Турӑ, Эсӗ хӑҫанччен ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пирӗн юншӑн сут тумасӑр тӑрӑн-ши, хӑҫанччен вӗсене тавӑрмасӑр тӑрӑн-ши? терӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ӗнтӗ вӗсене пурне те шурӑ тумтир панӑ, тата вӗсене кӑштах — хӑйсен йышӗ хӑйсене вӗлернӗ пекех вӗлерес тӑванӗсемпе, пӗрле ӗҫлекеннисемпе тулса ҫитиччен — тӑхтама хушнӑ.</verse>
				<verse number="12">Путек улттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, пӑхрӑм та — акӑ ҫӗр хӑрушла кисренсе кайрӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юн пек хӗрелчӗ.</verse>
				<verse number="13">Тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ — ҫил-тӑвӑл тулакан смоква йывӑҫӗсем хӑйсен пиҫмен ҫырлисене тӑкнӑ евӗр тӑкӑнчӗҫ вӗсем.</verse>
				<verse number="14">Тӳпе те чӗркем пек чӗркенсе ҫухалчӗ; пӗтӗм ту, пӗтӗм утрав хӑйӗн вырӑнӗнчен тапранчӗ.</verse>
				<verse number="15">Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ,</verse>
				<verse number="16">ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр:</verse>
				<verse number="17">Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="7">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче тӑракан тӑватӑ ангела куртӑм; ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, вӗсем ҫӗрӗн тӑватӑ ҫилне тытса тӑратчӗҫ.</verse>
				<verse number="2">Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫӗнчен ҫӳлелле улӑхса пыракан тепӗр ангела куртӑм, унӑн Чӗрӗ Туррӑн пичечӗ пурччӗ. Вӑл ҫӗрпе тинӗсе сиен тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса каларӗ:</verse>
				<verse number="3">хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамки ҫине пичет пусиччен эсир тинӗсе те, ҫӗре те, йывӑҫсене те сиен ан тӑвӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="4">Эпӗ вара Турӑ пичечӗпе паллӑ тунисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм — Израиль ывӑлӗсен пур йӑхӗнчен те палӑртнисем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ:</verse>
				<verse number="5">Иуда йӑхӗнчен ҫавӑн пеккисем вуникӗ пин, Рувим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Гад йӑхӗнчен — вуникӗ пин,</verse>
				<verse number="6">Асир йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Неффалим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Манассия йӑхӗнчен — вуникӗ пин,</verse>
				<verse number="7">Симеон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Левий йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иссахар йӑхӗнчен — вуникӗ пин,</verse>
				<verse number="8">Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иосиф йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Вениамин йӑхӗнчен те вуникӗ пин ҫынна пичет пуснӑ.</verse>
				<verse number="9">Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑхрӑм та — акӑ аслӑ пуканпа Путек умӗнче имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать, вӗсене никам та шутласа кӑларас ҫук: вӗсем пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ; хӑйсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, аллине пальма турачӗ тытнӑ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсем хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ҫапла каларӗҫ: пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре! терӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Вара аслӑ пукан тавра, ватӑсем тавра тата тӑватӑ чӗрчун тавра тӑракан ангелсем пурте аслӑ пукан умне ӳпне ӳксе, Турра пуҫҫапса каларӗҫ:</verse>
				<verse number="12">аминь! Хамӑр Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлама, мухтама, тав тума, хисеплеме тивӗҫлӗ: ӑслӑлӑх та, хӑват та, тӗрек те — Унра, аминь! терӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ватӑсенчен пӗри, сӑмах тапратса, манран ыйтрӗ: ку шурӑ тумтир тӑхӑннисем камсем, ӑҫтан килнӗ? терӗ.</verse>
				<verse number="14">Эпӗ ӑна: эй хуҫамӑм, эсӗ хӑв пӗлетӗн, терӗм. Вӑл вара мана каларӗ: вӗсем пысӑк асап витӗр тухнӑ, вӗсем тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ.</verse>
				<verse number="15">Ҫавӑншӑн халӗ вӗсем Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн Ҫуртӗнче Турра ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; аслӑ пукан ҫинче Лараканӗ вӗсем хушшинче пурӑнӗ.</verse>
				<verse number="16">Вӗсенӗн ӗҫесси те, ҫиесси те килмӗ. Вӗсене хӗвел вӗтелемӗ, шӑрӑх та ҫунтармӗ,</verse>
				<verse number="17">мӗншӗн тесессӗн вӗсене аслӑ пукан умӗнчи Путек кӗтсе ҫӳрӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗ патне илсе кайӗ; Турӑ вӗсен куҫӗнчи куҫҫульне шӑлса типӗтӗ, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="8">
				<verse number="1">Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӳпере пӗр ҫур сехет пек шӑплӑх тӑчӗ.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ ангела куртӑм; вӗсене ҫичӗ трупа панӑччӗ.</verse>
				<verse number="3">Тата тепӗр ангел килчӗ те ылтӑн тӗтӗркӗч тытса парне вырӑнӗ умне тӑчӗ; мӗнпур сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле аслӑ пукан умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн ӑна темӗн чухлӗ фимиам панӑччӗ.</verse>
				<verse number="4">Сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле фимиам тӗтӗмӗ ангел аллинчен Турӑ умне ҫӗкленчӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан ангел тӗтӗркӗчне илчӗ те, ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-кӑварпа тултарса, ҫавна ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара аслати авӑтни, кӗрлени илтӗнсе кайрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫӗр кисренчӗ.</verse>
				<verse number="6">Ҫичӗ трупа тытса тӑракан ҫичӗ ангел трупапа кӑшкӑртма хатӗрленчӗ.</verse>
				<verse number="7">Акӑ пӗрремӗш ангел трупине кӑшкӑртса ячӗ те — ҫӗр ҫине, юнпа хутӑшса, пӑрпа вут-ҫулӑм ҫурӗ; йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫунса кайрӗ, ешӗл курӑк пӗтӗмпех ҫунса пӗтрӗ.</verse>
				<verse number="8">Иккӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пысӑк ту евӗрлӗскерӗ тинӗсе ӳкрӗ, тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ,</verse>
				<verse number="9">тинӗсре пурӑнакансен мӗн чӗрри виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ арканчӗ.</verse>
				<verse number="10">Виҫҫӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — тӳперен ҫутаткӑҫ евӗрлӗ ҫунакан пысӑк ҫӑлтӑр персе анчӗ; вӑл юханшывсен, ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав ҫӑлтӑр Эрӗм ятлӑччӗ; вара шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ эрӗм пек пулса тӑчӗ; шывсем йӳҫӗ пулнӑран темӗн чухлӗ ҫын вилсе пӗтрӗ.</verse>
				<verse number="12">Тӑваттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ; ҫапла вара вӗсенӗн виҫҫӗмӗш пайӗ тӗттӗмленчӗ; ӗнтӗ кун та, каҫ та хӑйсен ҫутин виҫҫӗмӗш пайне ҫухатрӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Унтан эпӗ тӳпере ҫӳлте вӗҫсе пыракан пӗр ангела куртӑм, вӑл хыттӑн кӑшкӑрнине илтрӗм, вӑл: хуйхӑ, хуйхӑ, юлашки виҫӗ ангел трупапа кӑшкӑртса ярсассӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ ҫитӗ — вӗсем халь-халь кӑшкӑртса яраҫҫӗ! терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="9">
				<verse number="1">Пиллӗкӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр куртӑм; ӑна тӗпсӗр шӑтӑк уҫҫине панӑччӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл тӗпсӗр шӑтӑка уҫрӗ те, шӑтӑкран пысӑк кӑмака тӗтӗмӗ пек тӗтӗм палкаса тухрӗ; шӑтӑкран тухнӑ тӗтӗмпе хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ.</verse>
				<verse number="3">Тӗтӗм ӑшӗнчен ҫӗр ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк тухрӗ, ӑна ҫӗр ҫинчи скорпионсен хӑвачӗ пек хӑват панӑччӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫав хӗрлӗ шӑрчӑка ҫӗр ҫинчи курӑка та, нимӗнле ешӗлӳсене те, нимӗнле йывӑҫа та сиен тума хушман; ҫамки ҫине Турӑ пичечӗ пусман ҫынсене ҫеҫ сиен тума хушнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ӑна вӗсене вӗлерме каламан, пилӗк уйӑх хушши асаплантарма ҫеҫ хушнӑ; вӑл асаплантарни — ҫынна скорпион сӑхса асаплантарни пек.</verse>
				<verse number="6">Ҫав кунсенче ҫынсем вилӗм шырӗҫ те — ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ — вилӗм вӗсенчен тарӗ.</verse>
				<verse number="7">Хӗрлӗ шӑрчӑкӗ вӑрҫа кайма хатӗрленнӗ лашасем евӗрлехчӗ; унӑн пуҫӗсем ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль пекки, пичӗ — этем пичӗ пек;</verse>
				<verse number="8">ҫӳҫӗ — хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек; шӑлӗсем — арӑслан шӑлӗ пек;</verse>
				<verse number="9">хытӑ тирӗ — вӑрҫӑ тумтирӗ пек, тимӗр тумтир пек; ҫуначӗсем шавлани — темӗн чухлӗ урхамах вӑрҫа вирхӗнсе пынӑ чухне ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек.</verse>
				<verse number="10">Хӳрисем — скорпион хӳри пек; хӳринче сӑнни пур; ӑна пилӗк уйӑх хушши ҫынсене сиен кӑтартса тӑма ирӗк панӑччӗ.</verse>
				<verse number="11">Унӑн патши — тӗпсӗр вырӑн ангелӗ; ҫав ангел ячӗ еврейла — Аваддон, грекла — Аполлион.</verse>
				<verse number="12">Пӗр хуйхӑ иртрӗ; акӑ ун хыҫӗнчен тата икӗ хуйхӑ килет.</verse>
				<verse number="13">Улттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ Турӑ умӗнче ларакан ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен килекен сасса илтрӗм;</verse>
				<verse number="14">ҫав сасӑ трупа тытнӑ улттӑмӗш ангела каларӗ: аслӑ Евфрат шывӗ хӗрринче ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ ангела ирӗке кӑлар, терӗ.</verse>
				<verse number="15">Этемсен виҫҫӗмӗш пайне пӗтерме палӑртнӑ сехет валли, кун валли, уйӑх валли, ҫулталӑк валли хатӗрлесе хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке кӑларчӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Утлӑ ҫарӑн йышӗ икӗ вунӑ пин хут вунӑ пинччӗ: унӑн йышне илтрӗм эпӗ.</verse>
				<verse number="17">Хама кӑтартнине курса тӑнӑ чухне эпӗ лашасемпе вӗсене утланнисене ҫакӑн евӗрлӗ куртӑм: вӗсем ҫийӗнче вут-ҫулӑм тӗслӗ, гиацинт тата кӳкӗрт тӗслӗ вӑрҫӑ тумтирӗччӗ; лашисен пуҫӗ — арӑслан пуҫӗ пек; вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм, тӗтӗм, кӳкӗрт тапа-тапа тухать.</verse>
				<verse number="18">Вӗсен ҫӑварӗнчен тухакан ҫавӑ виҫӗ асаппа — вут-ҫулӑмпа, тӗтӗмпе, кӳкӗртпе — ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ;</verse>
				<verse number="19">лашисен вӑйӗ ҫӑварӗпе хӳринчеччӗ; вӗсенӗн хӳри ҫӗлен евӗрлӗччӗ, вӗсен пуҫӗ те пурччӗ — вӗсем ҫав пуҫпа сиен турӗҫ.</verse>
				<verse number="20">Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ;</verse>
				<verse number="21">ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="10">
				<verse number="1">Унтан эпӗ тӳперен пӗлӗтпе хупӑрланса анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм: унӑн пуҫӗ тӗлӗнче асамат кӗперӗ ҫиҫетчӗ, пичӗ хӗвел пек ялтӑртататчӗ, урисем вутлӑ юпа евӗрлӗччӗ.</verse>
				<verse number="2">Унӑн аллинче уҫса хунӑ кӗнеке пурччӗ; сылтӑм урине вӑл тинӗс ҫине, сулахаййине ҫӗр ҫине пусрӗ;</verse>
				<verse number="3">унтан вӑл арӑслан ӳхӗрнӗ пек хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ; вӑл кӑшкӑрса ярсассӑн, ҫичӗ аслати хӑйсен сассипе калаҫса илчӗ.</verse>
				<verse number="4">Ҫичӗ аслати хӑйсен сассипе калаҫса илсессӗн, эпӗ ҫырас тесеччӗ, анчах ҫӳлтен сасӑ илтрӗм; вӑл мана: ҫичӗ аслати мӗн каланине пытар, ӑна ан ҫыр, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те</verse>
				<verse number="6">ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ;</verse>
				<verse number="7">ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Эпӗ ҫӳлтен илтнӗ сасӑ мана каллех ҫапла каларӗ: пыр, ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан ангел аллинчен уҫса хунӑ кӗнекене ил, терӗ.</verse>
				<verse number="9">Эпӗ ангел патне пытӑм та каларӑм ӑна: кӗнекене мана пар, терӗм. Вӑл мана каларӗ: ил те ҫисе яр ӑна — ӑшӑнта йӳҫӗ пулӗ, ҫӑварӑнта пыл пек тутлӑ пулӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Эпӗ ангел аллинчен кӗнекене илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм; вӑл ман ҫӑварта пыл пек тутлӑ пулчӗ, ҫисе ярсан ӑшӑмра йӳҫӗ пулчӗ.</verse>
				<verse number="11">Ангел мана каларӗ: санӑн малалла та халӑхсем ҫинчен, йӑхсем ҫинчен, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем ҫинчен, тӗрлӗ патшасем ҫинчен пророкла каламалла, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="11">
				<verse number="1">Мана туя евӗрлӗ хӑмӑш патак парса ҫапла каланӑ: тӑр та Турӑ Ҫуртне те, парне вырӑнне те, унта пуҫҫапакансене те виҫсе тух;</verse>
				<verse number="2">Турӑ Ҫурчӗн тулашӗнчи картишне ан тӗкӗн, ӑна ан виҫ: ӑна суя тӗнлӗ халӑхсене панӑ — сӑваплӑ хулана вӗсем хӗрӗх икӗ уйӑх хушши пусмӑрласа тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="3">Эпӗ Хамӑн икӗ кӳнтелӗме ярӑп: вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те икҫӗр утмӑл кун хушши ӳлӗмхи ҫинчен каласа ҫӳрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем ӗнтӗ — ҫӗр Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑракан икӗ ҫу йывӑҫҫипе икӗ ҫурта.</verse>
				<verse number="5">Кам та пулин вӗсене сиен тӑвасшӑн пулсан, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те вӗсен тӑшманӗсене ҫунтарса ярӗ; кам та пулин вӗсене усал тӑвасшӑн пулсан, ҫавӑн пекех вилсе выртӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Хӑйсем пророкла каласа ҫӳрес кунсенче ҫӗр ҫине ҫумӑр ан ҫутӑр тесен, вӗсен тӳпене хупса лартма ирӗк пур; вӗсем шыва хӑйсен ирӗкӗнче тытаҫҫӗ — хӑҫан мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ: шыва юн тума, ҫӗре тӗрлӗ чирпе пӗтерме пултараҫҫӗ.</verse>
				<verse number="7">Хӑйсем мӗн калассине каласа пӗтерсен, тӗпсӗр шӑтӑкран тухакан тискер кайӑк вӗсемпе ҫапӑҫӗ, вӗсене, ҫӗнтерсе, вӗлерӗ.</verse>
				<verse number="8">Ӳчӗсене аслӑ хула урамне пӑрахса хӑварӗ; урӑхла каласан, ҫав хулана Содом, Египет теҫҫӗ; пирӗн Ҫӳлхуҫамӑра ӗнтӗ ҫавӑнта пӑталанӑ.</verse>
				<verse number="9">Халӑхсем, ӑрусем, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем, йӑхсем виҫӗ кун ҫурӑ ҫав вилӗсене курса тӑрӗҫ, анчах вӗсене пытарма ирӗк памӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫакӑншӑн савӑнӗҫ, хӗпӗртӗҫ, пӗр-пӗрин патне парнесем ӑсатӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫав икӗ пророк ҫӗр ҫинче пурӑнакансене асаплантарнӑ.</verse>
				<verse number="11">Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен вӗсен ӑшне Турӑран чӗрӗлӗх сывлӑшӗ кӗчӗ те, вӗсем иккӗшӗ те ура ҫине тӑчӗҫ, ӗнтӗ вӗсем ҫине пӑхса тӑракансем сехӗрленсех ӳкрӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Икӗ пророк хӑйсене тӳперен хӑватлӑн: «улӑхӑр кунта!» тесе чӗннине илтрӗ. Вара вӗсем пӗлӗт ҫинче тӳпене ҫӗкленчӗҫ, тӑшманӗсем вӗсем ҫине пӑхса тӑчӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫав сехетрех ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренсе кайрӗ, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ; ҫӗр чӗтреннӗ чухне ҫичӗ пин ҫын пӗтрӗ; ыттисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, Ҫӳлти Турра мухтавларӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Иккӗмӗш хуйхӑ иртрӗ, акӑ кӗҫех виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет.</verse>
				<verse number="15">Ҫиччӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — ҫӳлте хытӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, вӗсем каларӗҫ: тӗнчери патшалӑх Ҫӳлхуҫамӑрӑн, Ун Христосӗн Патшалӑхӗ пулса тӑчӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех патша пулӗ! терӗҫ.</verse>
				<verse number="16">Вара Турӑ умӗнче хӑйсен аслӑ пуканӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ Турра ӳксе пуҫҫапса каларӗ:</verse>
				<verse number="17">эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Эсӗ пур, яланах пулнӑ, Эсӗ килетӗн: Эсӗ Хӑвӑн аслӑ хӑватна илсе патшана лартӑн.</verse>
				<verse number="18">Суя тӗнлӗ халӑхсем хаярланса кайрӗҫ те, Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене сут тума, Хӑвӑн пророк чурусене, сӑваплисене, Хӑвӑн ятна хисеплекенсене асли-кӗҫӗннипех пурне те тивӗҫлипе ырӑлӑх пама, ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ, терӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Вара тӳпере Турӑ Ҫурчӗ курӑнса кайрӗ, Унӑн Ҫуртӗнче Ун халалӗн арчи курӑнчӗ; ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати авӑтрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ, пӑр питӗ вӑйлӑ ҫурӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="12">
				<verse number="1">Унтан тӳпере хӑватлӑ паллӑ — хӗвел тӑхӑннӑ арӑм — курӑнчӗ: унӑн ури айӗнче — уйӑх, пуҫӗнче — вуникӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫкӑшӑль.</verse>
				<verse number="2">Унӑн ҫийӗнче пурччӗ, ҫӑмӑлланнӑ чухне вӑл ыратнипе асапланса кӑшкӑрчӗ.</verse>
				<verse number="3">Тӳпере тата тепӗр паллӑ курӑнчӗ: акӑ ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ аҫтаха; пуҫӗсем ҫинче — ҫичӗ пуҫкӑшӑль;</verse>
				<verse number="4">вӑл тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне хӳрипе шӑлса илсе ҫӗр ҫине пӑрахрӗ. Ҫак аҫтаха ҫӑмӑлланакан арӑм умне, ҫуратсанах унӑн Ачине ҫисе ярасшӑн, пырса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="5">Арӑм Ывӑл Ача ҫуратрӗ — ҫак Ача пур халӑхсене те тимӗр туяпа пӑхса тӑмалла; арӑмӑн Ачине Турӑ патне, Унӑн аслӑ пуканӗ умне, илсе кайрӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Арӑмӗ хӑй пушхире чупса кайрӗ — унта ун валли Турӑ вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта ӑна пин те икҫӗр утмӑл кун тӑрантарса усрамалла пулнӑ.</verse>
				<verse number="7">Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ: Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахана хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, аҫтахапа унӑн ангелӗсем вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ,</verse>
				<verse number="8">анчах чӑтса тӑраймарӗҫ, вӗсем валли тӳпере вырӑн пулмарӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫапла вара «шуйттан» теекен, «сатана» теекен аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталакана, ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Вара эпӗ тӳпере ҫапла хыттӑн калакан сасӑ илтрӗм: паян пирӗн Туррӑмӑрӑн ҫӑлас кунӗ, хӑвачӗ, Патшалӑхӗ ҫитрӗ; Ун Христосӗн ирӗкӗ килчӗ: пирӗн тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑр умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне сирпӗтрӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе, хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, мӗн виличченех вӗсем хӑйсен чунне хӗрхенмерӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Эй тӳпе, эй унта пурӑнакансем, савӑнӑр! Эй ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем, сире вара хуйхӑ ҫитӗ: сирӗн патӑра шуйттан анчӗ, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра вӑл хаяррӑн анчӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="13">Аҫтаха, хӑйне ҫӗр ҫине пӑрахнине курсассӑн, Ывӑл Ача ҫуратнӑ арӑма хыҫран хӑваларӗ.</verse>
				<verse number="14">Ҫӗленрен тарса пушхире, хӑй валли хатӗрленӗ вырӑна, вӗҫсе кайтӑр тесе, пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт тата ҫур вӑхӑт иртиччен ҫавӑнта тӑранса пурӑнтӑр тесе арӑма пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунатне пачӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Арӑма шывпа юхтарса ярасшӑн ҫӗлен ун хыҫҫӑн хӑйӗн ҫӑварӗнчен ҫырма пек шыв пӗрӗхтерсе кӑларчӗ.</verse>
				<verse number="16">Анчах арӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл ҫӑварне уҫрӗ те аҫтаха хӑй ҫӑварӗнчен пӗрӗхтерсе кӑларнӑ шыва ҫӑтса ячӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫӗлен ӗнтӗ арӑма ҫилленсе талӑрсах ҫитрӗ; вара ҫав арӑмӑн ытти ачисемпе — Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансемпе, Иисус Христос вӗрентнине уяса тӑракансемпе — ҫапӑҫма кайрӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="13">
				<verse number="1">Унтан эпӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫине тӑтӑм; тинӗсрен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк тухнине куртӑм: мӑйракисем ҫинче — вунӑ пуҫкӑшӑль, пуҫӗсем ҫинче — Турра хурлакан сӑмахсем.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ курнӑ тискер кайӑк барс евӗрлӗччӗ; ури — упа ури пек, ҫӑварӗ — арӑслан ҫӑварӗ пек. Ӑна аҫтаха хӑйӗн хӑватне, хӑйӗн аслӑ пуканне, хӑйӗн аслӑ ирӗкне пачӗ.</verse>
				<verse number="3">Тата ҫакна куртӑм: унӑн пӗр пуҫне вилмеллех суранлатнӑччӗ, анчах ҫав вилмеллех суранлатни тӳрленчӗ. Пӗтӗм ҫӗр тискер кайӑкран тӗлӗнсе тӑчӗ; вара тискер кайӑка хӑват панӑ аҫтахана ӳксе пуҫҫапрӗҫ,</verse>
				<verse number="4">унтан тискер кайӑкне хӑйне те пуҫҫапрӗҫ: ҫак тискер кайӑк пекки кам пур? унпа кам ҫапӑҫма пултарайӗ? терӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ӑна мӑнаҫлӑн калаҫакан, Турра хурласа калаҫакан чӗлхе-ҫӑвар панӑччӗ, ӑна хӗрӗх икӗ уйӑх хушши хӑй ӗҫне тума ирӗк панӑччӗ.</verse>
				<verse number="6">Турра хурлама, Унӑн ятне, Вӑл пурӑнакан вырӑна, тӳпере пурӑнакансене те хӑртма ҫӑварне уҫрӗ вӑл.</verse>
				<verse number="7">Ӑна сӑваплисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма, вӗсене ҫӗнтерме ирӗк панӑччӗ; тата ӑна пур тӗрлӗ йӑха, пур тӗрлӗ халӑха, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене, ӑрусене тытса тӑма ирӗк панӑччӗ.</verse>
				<verse number="8">Тӗнчене пултаричченех парне пулма палӑртнӑ Путекӗн чӗрӗлӗх кӗнекине ячӗсем ҫырӑнман ҫынсем, ҫӗр ҫинче пурӑнаканскерсем, пурте ӑна пуҫҫапӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Илтме хӑлха пурри илттӗр.</verse>
				<verse number="10">Тыткӑна илсе каяканни хӑй тыткӑна кайӗ; хӗҫпе касса вӗлерекене хӑйне те хӗҫпе касса вӗлерӗҫ. Кунта сӑваплӑ халӑх пек чӑтни, вӗсем пек ӗненни кирлӗ.</verse>
				<verse number="11">Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер кайӑка куртӑм; унӑн путек мӑйраки евӗрлӗ икӗ мӑйрака, хӑй аҫтаха пек калаҫать.</verse>
				<verse number="12">Вӑл аҫтаха умӗнче малтанхи тискер кайӑкӑн мӗнпур ирӗкӗпе ӗҫлет, пӗтӗм ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене ӗнтӗ вилмеллех сурантан тӳрленнӗ малтанхи тискер кайӑка пуҫҫаптарать;</verse>
				<verse number="13">вӑл ҫынсем умӗнче хӑватлӑ паллӑсем туса кӑтартать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать.</verse>
				<verse number="14">Малтанхи тискер кайӑк ятӗнчен тума ирӗк панӑ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫав тискер кайӑкӑн — хӗҫпе вилмеллех суранланнӑ пулсан та чӗрӗ юлнӑскерӗн — сӑнне тума хушать.</verse>
				<verse number="15">Ҫав тискер кайӑк сӑнӗ калаҫтӑр, хӑйне пуҫҫапманнисене пурне те вӗлерсе пӗтертӗр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка ун ӑшне сывлӑш кӗртме ирӗк панӑ.</verse>
				<verse number="16">Ҫапла вӑл пурне те — кӗҫӗннине те, аслине те, пуяннине те, чухӑннине те, ирӗклине те, чурана та — палӑртса тухӗ: вӗсен сылтӑм алли ҫине е ҫамки ҫине паллӑ лартӗ,</verse>
				<verse number="17">вара камӑн ҫав паллӑ — пӗрремӗш тискер кайӑкӑн ячӗ е унӑн ячӗн шут паллийӗ — ҫук, вӑл сутма та, туянма та пултараймӗ.</verse>
				<verse number="18">Кунта ӑслӑлӑх кирлӗ. Камӑн ӑс пурри тискер кайӑкӑн шут паллине шутласа кӑлартӑр: ку вӑл — этем шучӗ-хисепӗ; вӑл — ултҫӗр утмӑл улттӑ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="14">
				<verse number="1">Татах пӑхрӑм та — акӑ Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑрать, Унпа пӗрле — ҫамки ҫине Унӑн ятне тата Ун Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ ҫынсем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын.</verse>
				<verse number="2">Тӳперен сасӑ илтӗнчӗ — кӗрленкӗ шавӗ пек, аслати авӑтнӑ пек сасӑ; эпӗ тата кӗслеҫӗсем кӗсле каланине аса илтерекен сасӑ илтрӗм:</verse>
				<verse number="3">вӗсем аслӑ пукан умӗнче, тӑватӑ чӗрчунпа ватӑ ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫак юрра ҫӗр ҫинчен ҫӑлса илнӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне урӑх никам та вӗренеймерӗ.</verse>
				<verse number="4">Вӗсем — хӗрарӑмпа вараланман ҫынсем, таса халлӗн пурӑнса ирттернисем; Путек кирек ӑҫта кайсан та вӗсем Ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем хушшинчен Турӑпа Путек валли чӑн малтан ҫӑлса илнӗ.</verse>
				<verse number="5">Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнче чеелӗх ҫук: Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче вӗсем айӑпсӑр.</verse>
				<verse number="6">Унтан эпӗ тӳпе варрипе вӗҫсе пыракан тепӗр ангела куртӑм; унӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене — пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те — Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ӗмӗрлӗх Евангели пурччӗ.</verse>
				<verse number="7">Вӑл хыттӑн каларӗ: Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтавлӑр: Унӑн сут тӑвас вӑхӑчӗ ҫитрӗ; тӳпепе ҫӗре, тинӗспе ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел ҫапла каласа пычӗ: пӗтрӗ Вавилон, аслӑ хула, пур халӑхсене те хӑйӗн аскӑн ӗҫӗн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртнӗшӗн пӗтрӗ! терӗ.</verse>
				<verse number="9">Вӗсен хыҫӗнчен тата виҫҫӗмӗш ангел хыттӑн ҫапла каласа пычӗ: тискер кайӑка е унӑн сӑнне кам пуҫҫапать, хӑй ҫамки ҫине е хӑй алли ҫине паллӑ ларттарать,</verse>
				<verse number="10">ҫавӑ Турӑ ҫилли куркинче хатӗрленӗ эрехе — Турӑ хаярлӑхӗн эрехне — нимӗн хутӑштармасӑр ӗҫӗ; ӑна сӑваплӑ ангелсем умӗнче, Путек умӗнче вут-ҫулӑмпа кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Вӗсен асапӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тухса тӑрӗ; тискер кайӑкпа унӑн сӑнне пуҫҫапакансем, унӑн ячӗн паллине йышӑнакансем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх курмӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="12">Кунта Турӑ хушнине туса, Иисуса ӗненсе пурӑннӑ святойсен чӑтӑмлӑхӗ кирлӗ.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ каллех тӳперен сасӑ илтрӗм, вӑл мана каларӗ: ҫапла ҫырса хур: «паянтан вара Ҫӳлхуҫана ӗненсе вилекенсем телейлӗ». Сывлӑш калать: «чӑнахах вӗсем хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, вӗсен ӗҫӗсем хӑйсен хыҫӗнченех пыраҫҫӗ» тет, терӗ.</verse>
				<verse number="14">Унтан пӑхрӑм та — акӑ ҫутӑ пӗлӗт, пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскерӗ ларать; Унӑн пуҫӗнче — ылтӑн пуҫкӑшӑль, аллинче — ҫивӗч ҫурла.</verse>
				<verse number="15">Тепӗр ангел Турӑ Ҫуртӗнчен тухрӗ те пӗлӗт ҫинче Ларакана хытӑ сасӑпа каларӗ: ҫурлана яр та вырса тух: вырас вӑхӑт ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче тырӑ ӗлкӗрнӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="16">Пӗлӗт ҫинче Ларакан ҫурлине ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те, ҫӗр вырӑнса тухрӗ.</verse>
				<verse number="17">Тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ, унӑн та ҫивчӗ ҫурла пурччӗ.</verse>
				<verse number="18">Тата тепӗр ангел тухрӗ, вӑл, вут-ҫулӑма хӑй ирӗкӗнче тытса тӑраканскер, парне вырӑнӗ патӗнчен тухрӗ те ҫивчӗ ҫурла тытса тӑраканнине хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: ҫивчӗ ҫурлуна яр та ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсене касса тух — ун ҫинчи ҫырла пиҫсе ҫитнӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="19">Ангел ҫурлине ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырлине касса тухрӗ, унтан ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне тӑкрӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫырла хула тулашӗнчи юхтаркӑчра таптанчӗ, юхтаркӑча тулса тӑкӑнакан юн лаша йӗвенӗ таран хӑпарчӗ, пин те ултҫӗр стадие сарӑлчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="15">
				<verse number="1">Эпӗ тӳпере тата тепӗр тӗлӗнмелле аслӑ паллӑ — юлашки ҫичӗ асапа тытса тӑракан ҫичӗ ангела — куртӑм; ҫав асапсем хыҫҫӑн Туррӑн ҫилли вӗҫленмеллеччӗ.</verse>
				<verse number="2">Малтан эпӗ вутпа-ҫулӑмпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс пек тинӗс куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс ҫинче вара тискер кайӑка, унӑн сӑнне, унӑн паллине, унӑн ячӗн шутне ҫӗнтерекенсем Турӑ кӗслисене тытса тӑраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="3">Вӗсем Турӑ чури Моисей юррине, Путек юррине юрлаҫҫӗ: эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ, тӗлӗнмелле! Эй сӑваплисенӗн Патши, Санӑн ҫулусем таса та тӗрӗс!</verse>
				<verse number="4">Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санран кам хӑрамӗ, Санӑн ятна кам мухтамӗ? Пӗр Эсӗ анчах таса: пур халӑхсем те Сан умна килсе Сана пуҫҫапӗҫ — ӗнтӗ Санӑн сутусем ҫитрӗҫ, теҫҫӗ.</verse>
				<verse number="5">Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ пӑхрӑм та — акӑ тӳпере Турӑ Ҫурчӗ, кӗлӗ чатӑрӗ, уҫӑлса кайрӗ.</verse>
				<verse number="6">Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ асап тытса тӑракан ҫичӗ ангел тухрӗ; вӗсем тап-таса, ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑ.</verse>
				<verse number="7">Тӑватӑ чӗрчунран пӗри ҫичӗ ангела ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ; куркисене ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Туррӑн ҫиллине тултарнӑ.</verse>
				<verse number="8">Вара Турӑ мухтавлӑхӗнчен, Унӑн хӑватӗнчен Турӑ Ҫуртне тӗтӗм тулчӗ. Ҫичӗ ангелри ҫичӗ асап пулса пӗтмесӗр Турӑ Ҫуртне никам та кӗреймерӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="16">
				<verse number="1">Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнчен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл ҫичӗ ангела каларӗ: кайӑр та Турӑ ҫиллине тултарнӑ ҫичӗ куркана ҫӗр ҫине тӑкӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="2">Пӗрремӗш ангел кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара тискер кайӑк палли пур ҫынсене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене хӑрушла асаплантаракан, пӳрленсе тӑракан йӗрӗнмелле суран сӑрса илчӗ.</verse>
				<verse number="3">Иккӗмӗш ангел хӑй куркине тинӗс ҫине тӑкрӗ те — тинӗс вилнӗ ҫын юнӗ пек пулса тӑчӗ, тинӗсре мӗн чӗрри пӗтӗмпех вилсе пӗтрӗ.</verse>
				<verse number="4">Виҫҫӗмӗш ангел хӑй куркине юханшывсене, ҫӑлкуҫсене тӑкрӗ, унта та юн пулса тӑчӗ.</verse>
				<verse number="5">Эпӗ шывсен ангелӗн сассине илтрӗм, вӑл каларӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ тӳрӗ! Эсӗ пур, Эсӗ яланах пулнӑ, Эсӗ таса, Эсӗ тӗрӗс сут тӑватӑн:</verse>
				<verse number="6">вӗсем сӑваплӑ ҫыннусен, пророксен юнне тӑкрӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн: вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="7">Унтан эпӗ парне вырӑнӗ енчен тепӗри каланине илтрӗм, вӑл: эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ! Санӑн сутусем чӑн, тӗрӗс, терӗ.</verse>
				<verse number="8">Тӑваттӑмӗш ангел хӑй куркине хӗвел ҫине тӑкрӗ — ӗнтӗ хӗвеле хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе ҫунтарма ирӗк панӑччӗ.</verse>
				<verse number="9">Вара ҫынсене тӳсмелле мар шӑрӑх ҫунтарса-ӗнтсе тӑчӗ, анчах вӗсем ӳкӗнмерӗҫ, Турра мухтамарӗҫ, ҫак асапсене тума ирӗк пур Туррӑн ятне хурларӗҫ.</verse>
				<verse number="10">Пиллӗкӗмӗш ангел хӑй куркине тискер кайӑкӑн аслӑ пуканӗ ҫине тӑкрӗ те — унӑн патшалӑхӗ сӗмлӗхе путрӗ. Асапланнӑран вӗсем чӗлхине ҫырта-ҫырта тӑчӗҫ,</verse>
				<verse number="11">хӑйсем пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, хӑйсен асапӗсемшӗн, хӑйсен суранӗсемшӗн вӗсем ҫӳлти Турра хурларӗҫ.</verse>
				<verse number="12">Улттӑмӗш ангел хӑй куркине аслӑ Евфрат юханшывне тӑкрӗ те — унти шыв типсе ларчӗ. Ҫапла хӗвел тухӑҫӗ енчи патшасемшӗн ҫул уҫӑлчӗ.</verse>
				<verse number="13">Унтан эпӗ аҫтаха ҫӑварӗнчен, тискер кайӑк ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен тухакан шапа евӗрлӗ виҫӗ таса мар сывлӑш куртӑм:</verse>
				<verse number="14">вӗсем — шуйттан сывлӑшӗсем, хӑват тӑвакансем; вӗсем тӗнчери ҫӗр ҫинчи пур патшана та Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫӑ вӑрҫма пухасшӑн тухаҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">«Акӑ Эпӗ вӑрӑ пек систермесӗр пыратӑп: ӳт ирсӗрне ан курччӑр, ҫарамас пулас мар тесе, ҫывӑрмасӑр, хӑй тумтирне сыхлакан ҫын телейлӗ».</verse>
				<verse number="16">Патшасене вӑл еврейла Армагеддон теекен вырӑна пуҫтарчӗ.</verse>
				<verse number="17">Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша сапрӗ те — тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчи аслӑ пукан патӗнчен хӑватлӑ сасӑ, — «Пулса ҫитрӗ!» тени, — илтӗнсе кайрӗ.</verse>
				<verse number="18">Вара ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати авӑтрӗ, сасӑсем кӗрлерӗҫ, ҫӗр кисренчӗ, ун пекки ҫӗр ҫинче этем пурӑна пуҫланӑранпа та пулман. Ҫав тери хытӑ чӗтренчӗ! Хӑрушла чӗтренчӗ!</verse>
				<verse number="19">Вара аслӑ хула виҫӗ пая саланса кайрӗ, суя тӗнлӗ халӑхсен хулисем пӗтрӗҫ. Турӑ аслӑ Вавилон ҫинчен аса илчӗ те ӑна Хӑй ҫилли хаярлӑхӗн эрехне тултарнӑ курка пачӗ.</verse>
				<verse number="20">Пур утрав та тарчӗ, тусем те ҫухалчӗҫ,</verse>
				<verse number="21">ҫынсем ҫине тӳперен талант пысӑкӑш пӑр ҫурӗ; пӑр ҫапнипе пулнӑ асапшӑн ҫынсем Турра хурларӗҫ: асапӗ питӗ хӑрушӑччӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="17">
				<verse number="1">Ҫичӗ курка тытнӑ ҫичӗ ангелтан пӗри пычӗ те мана ҫапла каларӗ: ҫывӑхарах кил! эпӗ сана нумай юханшыв хӗрринче ларакан аскӑнран та аскӑн арӑма сут тунине кӑтартам,</verse>
				<verse number="2">унпа ҫӗр ҫинчи патшасем аскӑнланчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ун аскӑнлӑхӗн эрехне ӗҫсе ӳсӗрӗлетчӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="3">Мана, Сывлӑш ҫавӑрса илнӗскере, пушхире илсе кайрӗ; эпӗ унта хӗрлӗ тискер кайӑк ҫинче ларакан арӑма куртӑм, тискер кайӑкӗ ҫичӗ пуҫлӑччӗ, вунӑ мӑйракаллӑччӗ, хӑй Турра хурлакан ятсемпе витӗннӗччӗ.</verse>
				<verse number="4">Арӑм хӗрхӗлтӗм те хӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе эрешленнӗ, аллине хӑйӗн аскӑн ӗҫӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхне туллиех тултарнӑ ылтӑн курка тытнӑ.</verse>
				<verse number="5">Ҫамки ҫине ят, вӑрттӑн ят, ҫырса хунӑ: «Аслӑ Вавилон — ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, йӗрӗнчӗксен амӑшӗ» тенӗ.</verse>
				<verse number="6">Пӑхатӑп та — ҫав арӑм сӑваплӑ ҫынсен юнне, Иисус ҫинчен каласа пӗлтерекен ҫынсен юнне ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ. Ҫав арӑма курсан эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.</verse>
				<verse number="7">Ангел мана каларӗ: эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? эпӗ сана ҫак арӑмӑн тата вӑл ларса ҫӳрекен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑкӑн вӑрттӑнлӑхне каласа парӑп.</verse>
				<verse number="8">Эсӗ курнӑ тискер кайӑк вӑл пурччӗ, халӗ ҫук; вӑл тӗпсӗр вырӑнтан тухӗ те пӗтме кайӗ; ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — ячӗсене тӗнче пуҫланнӑранпа чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырманнисем — тискер кайӑк пур ҫӗртен ҫук пулса тӑнине, унтан каллех килнине курсассӑн тӗлӗнӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Кунта ӑслӑлӑха пӗлсе ҫитнӗ ӑс кирлӗ. Ҫичӗ пуҫ — арӑм ларакан ҫичӗ ту,</verse>
				<verse number="10">ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫичӗ патшана та пӗлтерет: вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пӗтрӗҫ, пӗри пур, тепӗри — ҫиччӗмӗшӗ — килмен-ха; килсессӗн те вӑл нумаях тӑмӗ.</verse>
				<verse number="11">Пур ҫӗртен ҫук пулса тӑнӑ тискер кайӑк — саккӑрмӗш, вӑл — ҫиччӗшӗнчен пӗриех, вӑл пӗтме кайӗ.</verse>
				<verse number="12">Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет; вӗсем патшалӑх илмен-ха; тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр сехет хушши патша пулӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Вӗсенӗн пӗр тӗллев, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен вӑйне, хӑйсен ирӗкне тискер кайӑка парӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Вӗсем Путекпе вӑрҫӑ вӑрҫӗҫ, Путек вӗсене ҫӗнтерӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, патшасенӗн Патши; тата Унпа пӗрле — чӗннисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем, терӗ.</verse>
				<verse number="15">Мана татах каларӗ: эсӗ аскӑн арӑм ларакан ҫӗрте курнӑ юханшывсем вӗсем — этемсем, халӑхсем, йӑхсем, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ӑрусем.</verse>
				<verse number="16">Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн арӑма курайми пулӗ, вӗсем ӑна тустарса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ:</verse>
				<verse number="17">Турӑ вӗсен чӗрине Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне сулӑнтарнӑ, ҫав ирӗке пурӑнӑҫлантарса, Турӑ сӑмахӗсем вырӑна килсе пӗтиччен вӗсен патшалӑхне тискер кайӑк аллине памалла тунӑ.</verse>
				<verse number="18">Эсӗ курнӑ арӑм ҫӗр ҫинчи патшасенӗн патши пулса тӑракан аслӑ хула пулать, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="18">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан урӑх ангела куртӑм. Вӑл пысӑк влаҫ илнӗскерччӗ, унӑн мухтавлӑхӗпе ҫӗр ҫуталса кайрӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса хӑватлӑ каларӗ: пӗтрӗ аслӑ Вавилон, пӗтрӗ! вӑл, аскӑнчӑк, шуйттансен килӗ, тӗрлӗ таса мар сывлӑшсен йӑви, тӗрлӗ таса мар, йӗрӗнчӗк кайӑксенӗн йӑви пулса тӑчӗ,</verse>
				<verse number="3">мӗншӗн тесессӗн пур халӑхсене те аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗрӗлтерчӗ; ҫӗр ҫинчи патшасем те унпа аскӑнчӗҫ; унӑн чаплӑ пурӑнӑҫӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуянланчӗҫ, терӗ.</verse>
				<verse number="4">Унтан эпӗ тӳперен тепӗр сасӑ илтрӗм; вӑл каларӗ: эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух, сирӗн унӑн ҫылӑхне хутшӑнмалла ан пултӑр, унӑн асапне курмалла ан пултӑр:</verse>
				<verse number="5">унӑн ҫылӑхӗсем тӳпенех ҫитрӗҫ, Турӑ унӑн усал ӗҫӗсене аса илчӗ.</verse>
				<verse number="6">Хӑвӑра мӗн кӑтартнӑшӑн тавӑрса парӑр ӑна, ӗҫӗсене кура икӗ хут ытла тавӑрӑр; хӑвӑр валли хатӗрленӗ эрех куркинех ӑна икӗ хут хӑватлӑрах эрех ярса парӑр.</verse>
				<verse number="7">Мӗн чухлӗ мухтанчӗ, мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр; вӑл хӑй ӑшӗнче: «эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» теет.</verse>
				<verse number="8">Ҫавӑнпа асап та, вилӗм те, куҫҫуль те, выҫлӑх та ун патне пӗр кунрах килсе ҫитӗ; ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ: ӑна сут тӑвакан Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑватлӑ, терӗ.</verse>
				<verse number="9">Ҫӗр ҫинчи патшасем вара — унпа аскӑнланса, киленсе пурӑннӑскерсем — ӑна ҫунтаракан вут-ҫулӑма курсассӑн уншӑн уласа йӗрсе ярӗҫ,</verse>
				<verse number="10">вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ те кӑшкӑрса ярӗҫ: «эй аслӑ хула, хуйхӑ ҫитрӗ сана, эй хӑватлӑ хула Вавилон, хуйхӑ ҫитрӗ сана! сана сут тӑвасси пӗр сехетрех ҫитрӗ!» тейӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть,</verse>
				<verse number="12">ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала,</verse>
				<verse number="13">корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук.</verse>
				<verse number="14">Санӑн кӑмӑлна килекен ҫимӗҫсем пӗтрӗҫ ӗнтӗ, пӗтӗм капӑрлӑху, чаплӑху санран аякка кайрӗ, эсӗ ӗнтӗ ӑна тупаймӑн, тейӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Ҫакна сутса тӑнисем, ҫав арӑм урлӑ пуйса пурӑннисем вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ, кӑшкӑрса та ӗсӗклесе йӗрӗҫ:</verse>
				<verse number="16">«аслӑ хула, сана хуйхӑ ҫитрӗ! виссон та хӗрхӗлтӗм, хӗрлӗ тум тӑхӑннӑскер, ылтӑнпа, хаклӑ чулпа, ахах-ӗнчӗпе капӑрланнӑскер!</verse>
				<verse number="17">Мӗн тӗрлӗ пуянлӑху самантра пӗтсе ларчӗ!» тейӗҫ. Карап ҫӳретекенсем, караппа пыракансем, карап ҫинче ӗҫлекенсем, тинӗс ҫинче суту-илӳ тӑвакансем пурте аякка тӑчӗҫ те</verse>
				<verse number="18">вут-ҫулӑмпа ҫунакан аслӑ хула тӗтӗмне курса кӑшкӑрсах каларӗҫ: ҫак аслӑ хулапа мӗнле хула танлашайтӑр? терӗҫ.</verse>
				<verse number="19">Пуҫӗ ҫине кӗл сапса, уласа йӗрсе, ӗсӗклесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем: эй аслӑ хула, хуйхӑ, хуйхӑ ҫитрӗ сана! тинӗсре карап тытакансем санӑн мулупа пуйса ҫитнӗччӗ; эсӗ пӗр самантра пушанса юлтӑн!</verse>
				<verse number="20">Эй тӳпе, савӑн! Эй сӑваплӑ апостолсем, пророксем, эсир те савӑнӑр: Турӑ ӑна сирӗншӗн тавӑрса пачӗ! терӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Унтан пӗр вӑйлӑ ангел пысӑк арман чулӗ евӗрлӗ чул илчӗ те ӑна тинӗсе пӑрахса каларӗ: Вавилона, аслӑ хулана, ҫапла вӑркӑнтарӗҫ — вара вӑл пулмӗ те.</verse>
				<verse number="22">Урамусенче кӗсле калани те, юрӑ юрлани те, шӑхлич калани те, трупа кӑшкӑртни те илтӗнмӗ урӑх; пӗр ӑста та тупаймӑн унта, вӗсен ӗҫӗсене те кураймӑн; арман чулӗн сассине те илтеймӗн.</verse>
				<verse number="23">Унта ҫутаткӑҫ ҫути курӑнмӗ урӑх, каччӑпа хӗр сассине те унта илтес ҫук, мӗншӗн тесессӗн санӑн патӑнти купсасем улпута тухса кайрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн асамупа эсӗ халӑхсене пурне те аташтартӑн.</verse>
				<verse number="24">Сан патӑнта пророксенӗн, сӑваплӑ ҫынсенӗн, ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗ тупӑнчӗ, терӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="19">
				<verse number="1">Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх савӑнӑҫлӑн шавланӑ евӗрлӗ сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия! ҫӑлӑнӑҫпа мухтав, хисеппе хӑват пирӗн Турӑра!</verse>
				<verse number="2">Унӑн сучӗсем чӑн, тӳрӗ: ытла та аскӑн арӑма — аскӑнлӑхӗпе пӗтӗм ҫӗре пӑснӑ арӑма — Вӑл айӑпа хӑварчӗ, Хӑйӗн чурисенӗн юнне унран шыраса илчӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="3">Иккӗмӗш хут каларӗҫ: аллилуия! Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тухса тӑрать, терӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Вара ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫынпа тӑватӑ чӗрчун: аминь! аллилуия! тесе, патша пуканӗ ҫинче ларакан Турра ӳксе пуҫҫапрӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Унтан патша пуканӗ енчен ҫапла калакан сасӑ илтӗнчӗ: Турӑ чурисем, Унран хӑраса тӑракансем, кӗҫӗнни те, асли те, пурте хамӑр Туррӑмӑра мухтӑр! терӗ.</verse>
				<verse number="6">Эпӗ вара йышлӑ халӑх шавӗ пек, нумай шыв кӗрленӗ пек, хӑватлӑ аслати кӗмсӗртетнӗ пек сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия! Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ патшана ларчӗ!</verse>
				<verse number="7">Савӑнар, хӗпӗртенер! Ӑна мухтавлар: Путек туйӗ ҫитрӗ, Унӑн арӑмӗ туя хатӗр тӑрать:</verse>
				<verse number="8">ӑна ҫап-ҫутӑ таса виссон тӑхӑнтартнӑ, терӗ. (Виссон вӑл сӑваплӑ ҫынсен тасалӑхӗ пулать.)</verse>
				<verse number="9">Унтан ангел мана каларӗ: «Путек туйне чӗннӗ ҫынсем телейлӗ» тесе ҫырса хур. Мана тата каларӗ: ҫаксем Туррӑн чӑн сӑмахӗсем, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Ӑна пуҫҫапасшӑн эпӗ унӑн ури умне ӳкрӗм. Анчах вӑл мана ҫапла каларӗ: асту, кун пек ан ту. Эпӗ — сана тата Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑракан тӑванусене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ. Эсӗ Турра пуҫҫап: Иисус ҫинчен Хыпар пӗлтерекенӗ пророкла калать, терӗ.</verse>
				<verse number="11">Унтан эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине куртӑм — акӑ шурӑ лаша, ӑна Утланни Шанчӑклӑ ятлӑ, Чӑнни ятлӑ. Вӑл тӳрӗ сут тӑвать, тӗрӗс вӑрҫӑ вӑрҫать.</verse>
				<verse number="12">Унӑн куҫӗсем — вут ҫулӑмӗ пек, пуҫӗнче — темӗн чухлӗ пуҫкӑшӑль; Ун ҫине ят ҫырса хунӑ, ӑна Хӑйсӗр пуҫне никам та пӗлмест.</verse>
				<verse number="13">Вӑл юнпа пӗвеннӗ тумтир тӑхӑннӑ. Унӑн ячӗ — Турӑ Сӑмахӗ.</verse>
				<verse number="14">Ун хыҫҫӑн шурӑ лашасем утланнӑ, шап-шурӑ виссон тӑхӑннӑ ҫӳлти ҫарсем пыраҫҫӗ.</verse>
				<verse number="15">Халӑхсене пӗтермешкӗн Унӑн ҫӑварӗнчен ҫивчӗ хӗҫ тухса тӑрать; Вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтет; Вӑл Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн хаяр ҫиллин эрехне урипе таптаса кӑларать.</verse>
				<verse number="16">Унӑн тумтирӗ ҫине, Унӑн пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасенӗн Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи тесе ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="17">Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр:</verse>
				<verse number="18">патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.</verse>
				<verse number="19">Эпӗ ӗнтӗ тискер кайӑка, ҫӗр ҫинчи патшасене, вӗсенӗн ҫарӗсене куртӑм — вӗсем лаша ҫинче Лараканпа, Унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫма пухӑннӑ.</verse>
				<verse number="20">Тискер кайӑка ярса тытрӗҫ, унпа пӗрле суя пророка та тытрӗҫ — тискер кайӑк умӗнче ҫав суя пророк кӗтретсем кӑтартнӑ, ҫапла вӑл тискер кайӑк паллине йышӑннисене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вӗсене иккӗшне те кӳкӗртпе ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.</verse>
				<verse number="21">Ыттисене лаша ҫинче Лараканӑн ҫӑварӗнчен тухакан хӗҫпе вӗлерсе пӗтерчӗҫ; вӗсен виллисемпе мӗнпур вӗҫен кайӑк тӑранчӗ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="20">
				<verse number="1">Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм, унӑн аллинче тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫипе пысӑк сӑнчӑр пурччӗ.</verse>
				<verse number="2">Вӑл аҫтахана, авалхи ҫӗлене, — вӑлах шуйттан, сатана пулать — тытрӗ те пин ҫула сӑнчӑрларӗ;</verse>
				<verse number="3">ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ те питӗрсе илчӗ, ҫиелтен пичет хучӗ — пин ҫул иртиччен халӑхсене ан улталатӑр тесе ҫапла турӗ вӑл; ҫав вӑхӑт иртсе кайсассӑн лешӗ пӗр вӑхӑта ирӗке тухӗ.</verse>
				<verse number="4">Унтан эпӗ аслӑ пукансемпе вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм, вӗсене сут тума ирӗк панӑччӗ. Эпӗ тата ыттисене Иисус ҫинчен каласа панӑшӑн, Турӑ сӑмахӗшӗн пуҫне касса вӗлернӗ ҫынсен чунӗсене куртӑм — ҫаксем тискер кайӑка та, унӑн сӑнне те пуҫҫапман, хӑйсен ҫамки ҫине, алли ҫине унӑн паллине те ларттарман. Вӗсем чӗрӗлсе тӑрса Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.</verse>
				<verse number="5">Ытти вилнӗ ҫынсем пин ҫул иртмесӗр чӗрӗлмерӗҫ. Ку малтанхи хут чӗрӗлсе тӑни.</verse>
				<verse number="6">Малтан чӗрӗлсе тӑнисем телейлӗ те сӑваплӑ: иккӗмӗш вилӗм вӗсене ҫӗнтереймӗ, вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.</verse>
				<verse number="7">Пин ҫул иртсессӗн, шуйттана хӑйӗн тӗрминчен ирӗке кӑларӗҫ; вӑл вара ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче пурӑнакан халӑхсене — Гога тата Магога — улталаса илӗртме, вӗсене вӑрҫа пуҫтармашкӑн тухӗ; вӗсен йышӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ.</verse>
				<verse number="8">Вӗсем ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗре сарӑлчӗҫ, сӑваплисен тапӑрне, Турӑ юратакан хулана ҫавӑрса илчӗҫ.</verse>
				<verse number="9">Тӳперен Турӑран вут-ҫулӑм анчӗ те вӗсене ҫунтарса ячӗ.</verse>
				<verse number="10">Вӗсене улталакан шуйттана вут-ҫулӑмпа ҫунакан кӳкӗртлӗ кӳлле тискер кайӑкпа суя пророк патне пӑрахрӗҫ; вӗсем унта кунӗн-ҫӗрӗн ӗмӗр-ӗмӗрех асапланӗҫ.</verse>
				<verse number="11">Тата эпӗ питех те пысӑк шурӑ пуканпа — патша пуканӗпе — ун ҫинче Ларакана куртӑм. Ун умӗнчен тӳпе те, ҫӗр те тарчӗ, вӗсемшӗн вырӑн тупӑнмарӗ.</verse>
				<verse number="12">Унтан эпӗ вилнӗ ҫынсем куртӑм; вӗсем асли-кӗҫӗннипех Турӑ умӗнче тӑраҫҫӗ. Акӑ кӗнекесене уҫса хучӗҫ. Тата тепӗр кӗнеке уҫса хучӗҫ, ку чӗрӗлӗх кӗнекиччӗ. Вилнисене хӑйсен ӗҫӗсене кура, кӗнекере ҫырни тӑрӑх сут турӗҫ.</verse>
				<verse number="13">Ҫавӑн чухне вара тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗ; вилӗмпе тамӑк та хӑйсен ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗҫ; ӗнтӗ кашнине хӑйӗн ӗҫӗсем тӑрӑх сут турӗҫ.</verse>
				<verse number="14">Вилӗмпе тамӑкне вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ку — иккӗмӗш вилӗм.</verse>
				<verse number="15">Чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырӑнманнисене те вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="21">
				<verse number="1">Эпӗ вара ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр куртӑм: ӗлӗкхи тӳпепе ӗлӗкхи ҫӗр иртсе кайнӑ, ӗнтӗ тинӗс те ҫук.</verse>
				<verse number="2">Эпӗ, Иоанн, тӳперен Турӑ патӗнчен анакан ҫӗнӗ хулана, сӑваплӑ Иерусалима, куртӑм. Вӑл — упӑшкишӗн илемлӗ тумланнӑ, капӑрланнӑ ҫураҫнӑ хӗр пек.</verse>
				<verse number="3">Унтан эпӗ тӳперен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ; вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсемпе пӗрле пулӗ, вӗсен Турри пулӗ.</verse>
				<verse number="4">Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="5">Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп, терӗ. Унтан мана каларӗ: ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс, терӗ.</verse>
				<verse number="6">Мана тата каларӗ: пулса ҫитрӗ! Эпӗ — Альфа тата Омега, Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ. Ӗҫесси килнине чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп.</verse>
				<verse number="7">Ҫӗнтерекен пурне те илӗ, Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ.</verse>
				<verse number="8">Хӑракансемпе шанчӑксӑррисен, ирсӗррисемпе ҫынвӗлеренсен, аскӑнчӑксемпе асамҫӑсен, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пур суеҫӗсен шӑпи вутпа кӳкӗрт ҫунакан кӳлӗ пулӗ: ку — иккӗмӗш вилӗм, терӗ.</verse>
				<verse number="9">Ман патӑма ҫичӗ ангелтан, юлашки ҫичӗ асапа тултарнӑ ҫичӗ курка тытса тӑраканскерсенчен, пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: кил-ха, эпӗ сана Путек ҫураҫнӑ хӗре, Ун арӑмне, кӑтартӑп, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Вара мана, Сывлӑш ҫавӑрса илнӗскере, ҫӳллӗ те пысӑк ту ҫине ҫӗклерӗ те тӳперен Турӑ патӗнчен анакан аслӑ хулана, сӑваплӑ Иерусалима, кӑтартрӗ.</verse>
				<verse number="11">Ҫав хула Турӑ мухтавлӑхӗпе ҫиҫсе тӑратчӗ, унӑн ҫути хаклӑ йышши, витӗр курӑнакан яспис теекен чул ҫути евӗрлӗччӗ.</verse>
				<verse number="12">Вӑл пысӑк, ҫӳллӗ хӳмеллӗ, вуникӗ хапхаллӑ, вӗсен умӗнче вуникӗ ангел тӑрать; хапхисем ҫине Израиль ывӑлӗсен вуникӗ йӑхӗн ячӗсене ҫырнӑ:</verse>
				<verse number="13">тухӑҫ енче — виҫӗ хапха, ҫурҫӗр енче — виҫӗ хапха, кӑнтӑр енче — виҫӗ хапха, анӑҫ енче те виҫӗ хапха.</verse>
				<verse number="14">Хула хӳмийӗн — вуникӗ никӗс, вӗсем ҫине Путекӗн вуникӗ апостолӗн ячӗсене ҫырнӑ.</verse>
				<verse number="15">Манпа калаҫаканӗн хулана виҫме, унӑн хапхисене, унӑн хӳмисене виҫме ылтӑн туя пурччӗ.</verse>
				<verse number="16">Хулине тӑватӑ кӗтеслӗ лартнӑ; унӑн тӑршшӗпе сарлакӑшӗ пӗрех. Хулана туйипе виҫсе тухрӗ те, вуникӗ пин стади пулчӗ; хулийӗн тӑршшӗ те, сарлакӑшӗ те, ҫӳллӗшӗ те пӗрех.</verse>
				<verse number="17">Хӳмине этем виҫипе виҫсе тухса ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ чике кӑларчӗ, ангел виҫи те этем виҫи пекехчӗ.</verse>
				<verse number="18">Хӳмине ясписран тунӑ, хулине таса ылтӑнран тунӑ, вӑл тап-таса кӗленче евӗрлӗ.</verse>
				<verse number="19">Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗ: пӗрремӗш никӗсне — яспис, иккӗмӗшне — сапфир, виҫҫӗмӗшне — халкидон, тӑваттӑмӗшне — смарагд,</verse>
				<verse number="20">пиллӗкӗмӗшне — сардоникс, улттӑмӗшне — сердолик, ҫиччӗмӗшне — хризолит, саккӑрмӗшне — берилл, тӑххӑрмӗшне — топаз, вуннӑмӗшне — хризопраз, вунпӗрмӗшне — гиацинт, вуниккӗмӗшне аметист теекен чулсем илемлетеҫҫӗ.</verse>
				<verse number="21">Вуникӗ хапхи — вуникӗ ӗнчӗ: кашни хапхине пӗр пӗтӗм ӗнчӗрен тунӑ. Хулари тӗп урам таса ылтӑн, витӗр курӑнакан кӗленче пек.</verse>
				<verse number="22">Эпӗ хулара Турра кӗлтумалли вырӑн, чиркӳ, курмарӑм: унӑн чиркӗвӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ тата Путек.</verse>
				<verse number="23">Хулана ҫутатма хӗвел ҫути те, уйӑх ҫути те кирлӗ мар: ӑна Турӑ мухтавлӑхӗ ҫутатнӑ, унӑн ҫути — Путек.</verse>
				<verse number="24">Ҫӑлӑннӑ халӑхсем ун ҫутинче ҫӳрӗҫ, ҫӗр ҫинчи патшасем хӑйсен мухтавӗпе чапне унта илсе пырӗҫ.</verse>
				<verse number="25">Кӑнтӑрла унӑн хапхисене питӗрмӗҫ, унта каҫ пулмӗ.</verse>
				<verse number="26">Унта халӑхсенӗн мухтавӗпе чапне илсе пырӗҫ.</verse>
				<verse number="27">Ҫав хулана тасамарри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суяна парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ, унта Путекӗн чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунисем анчах кӗрӗҫ.</verse>
			</chapter>
			<chapter number="22">
				<verse number="1">Унтан мана ангел чӗрӗлӗх шывӗ юхса выртакан юханшыва кӑтартрӗ, вӑл кристалл пек йӑлтӑртататчӗ. Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать,</verse>
				<verse number="2">тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн.</verse>
				<verse number="3">Ӗнтӗ ылханли нимӗн те пулмӗ; унта Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна ӗҫлесе тӑрӗҫ.</verse>
				<verse number="4">Унӑн сӑнне курӗҫ, Унӑн ячӗ вӗсен ҫамки ҫинче пулӗ.</verse>
				<verse number="5">Унта каҫ пулмӗ, ӗнтӗ вӗсене ҫутаткӑҫ та, хӗвел ҫути те кирлӗ пулмӗ: вӗсене Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫутатса тӑрать; вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗҫ.</verse>
				<verse number="6">Ангел мана каларӗ: ку сӑмахсем чӑн, тӗрӗс. Сӑваплӑ пророксен Турри кӗҫех мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн Хӑй ангелне ячӗ, терӗ.</verse>
				<verse number="7">«Акӑ кӗҫех пыратӑп! ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене уяса тӑракан телейлӗ!»</verse>
				<verse number="8">Эпӗ, Иоанн, ҫакна куртӑм та, илтрӗм те. Илтсе, курса пӗтерсессӗн, хама ҫакна кӑтартакан ангела пуҫҫапмашкӑн ун ури умне ӳкрӗм.</verse>
				<verse number="9">Анчах вӑл мана каларӗ: асту, кун пек ан ту, эпӗ — сана, санӑн пророк тӑванусене тата ҫак кӗнекери сӑмахсене уяса тӑракансене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ. Эсӗ Турра пуҫҫап, терӗ.</verse>
				<verse number="10">Мана тата каларӗ: ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене питӗрсе ан усра: вӑхӑт ҫывӑх.</verse>
				<verse number="11">Усал ҫын усал ӗҫне тата тутӑр; ирсӗрри тата ытларах ирсӗрлентӗр; тӳрӗ ҫын тата ытларах тӳрӗ ӗҫ тутӑр, таси тата ытларах тасалтӑр, терӗ.</verse>
				<verse number="12">«Акӑ кӗҫех пыратӑп, тавӑрса парасси Манӑн Хампа пӗрле, пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парӑп.</verse>
				<verse number="13">Эпӗ — Альфа тата Омега, Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ, Малтанхи тата Кайранхи».</verse>
				<verse number="14">Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансем телейлӗ: вӗсем чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне тутанӗҫ, хулана хапха витӗр кӗрӗҫ.</verse>
				<verse number="15">Хула тулашӗнчисем вӗсем — йытӑсем, тухатмӑшсем, аскӑнчӑксем, ҫынвӗлеренсем, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха кӑмӑлласа, ӑна туса тӑракансем.</verse>
				<verse number="16">Эпӗ, Иисус, ӗненекен ушкӑнсене ҫакна каласа кӑтартмашкӑн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ — Давид Тӑхӑмӗ, унӑн тымарӗнчен тухнӑ Хунав. Эпӗ — ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр.</verse>
				<verse number="17">Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил! теҫҫӗ. Илтекен те: кил! тетӗр. Ӑшӗ хыпни килтӗр, илес теекен чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.</verse>
				<verse number="18">Ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене илтекене кирек кама та эпӗ ҫапла калатӑп: кам вӗсен ҫумне мӗн те пулин хушать, ун ҫине Турӑ ҫак кӗнекере ҫырнӑ асапсене ярӗ.</verse>
				<verse number="19">Ӳлӗмхине пӗлтерекен ҫак кӗнекери сӑмахсенчен кам хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ҫавна чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне те ямӗ, сӑваплӑ хулана та кӗртмӗ, вӑл ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине те нимӗн те илеймӗ.</verse>
				<verse number="20">Ҫакӑн ҫинчен Пӗлтерекенӗ калать: акӑ кӗҫех пыратӑп! тет. Аминь, эй Иисус Ҫӳлхуҫамӑр, кил!</verse>
				<verse number="21">Пуринпе те Иисус Ҫӳлхуҫа тивлечӗ пултӑр! Аминь.</verse>
			</chapter>
		</book>
	</testament>
</bible>